профессионализм - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.с., п.п. Çын хăйĕн ĕçне лайăх пĕлни; професси ăсталăхĕ. Пăлхар тата чăваш чĕлхисемпе çыхăннă ыйтусене пăхса тухмашкăн М.Закиевăн профессилĕх, ĕçе пĕлни çителĕклĕ мар. Х-р, 25.09.1996, 3 с. Çĕнĕ парламент ... профессилĕх тĕлĕшпе унчченхинчен кайра ... Финанспа бюджет комитечĕн пуçлăхĕнче — философ-атеист. Х-р, 28.03.1998, 7 с. Сирĕн пысăк профессионализма укçа-тенкĕпе палăртма пултараççĕ. Х-р, 7.09.1996, 3 с. — профессилĕх шайĕ (ЧÇ, 1998, 22 /, 12 с.); профес-сионализм шайĕ (ЧТ, 1998, 5 /, 7 с.); профессионализм енĕсем (ÇХ, 1999, 10 /, 2 с.); профессионализмпа палăр (Х-р, 26.06.2003, 1 с.).