пунеттей - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ч.с., юрид. Ятарлă следстви ĕçне (ухтару, ĕнентерӳ т.ыт.) ирттернĕ чухне кӳнтелен (туп.) пулса хутшăна-кан ахаль çын. Шутласа кăларнă пунеттейсем «алă пусаççĕ» — паллах, хăйсем мар. ÇХ, 1998, 39 /, 3 с.; 40 /, 4 с. Милиционерсем суд приставĕпе тата пунеттейсемпе пĕрле пирĕн хваттере çĕмĕрсе кĕрсе япаласене ... куçарнă. Х-р, 11.11.1998, 2 с. Пунеттейсене чĕнсе килсе [пӳлĕме] тĕплĕн ухтартăмăр. ÇХ, 2000, 37 /, 8 с. Милиционер — пунеттей мар [Пуçелĕк]. ЫХ, 2001, 22 /, 2 с.