пусăмла - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
п.п. Палăрт, пайăрт, пайăрла. Автор çав вырăнсене пусăмласах каласа панă. Хв. Уяр //Я-в, 1961, 1 /, 22 с. Режиссер пусăмланă шухăш актерсен туйăмлă вăййипе шăрçалана-шăрçалана вырнаçмалла-çке. К.Кириллов //Х-р, 7.10.1992, 4 с.