пусăрăнтару - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.с. Çӳлтен хĕсни, пусса пăчăртани. Массаж [пăнчă массажĕ] тунă чухне — малтанхи пăнчăран пуçласа малалла куçса пынă май — пусăрăнтару хăвачĕ те, вăхăчĕ те ӳссе пыраççĕ. Х-р, 18.06.1992, 4 с. Ура тупанне пӳрне вĕçĕсемпе çавăрттарса массаж тăвăр, ... пусăрăнтарăва вăйлатса пырăр. С-х, 2000, 31 /, 4 с.