Поиск: «сахалрах».

Введите слово для поиска

Область поиска:

Чувашско-русский словарь (1982)

сахал

мало, немного, недостаточно
мало-


сахал мар —
1) немалый
сахал мар укçа немалые деньги
2) немало
сахал мар каланă кун çинчен — об этом говорилось немало

сахалтарах —
1) маловато, немного, недостаточно
ку укçа костюм илме сахалтарах — для покупки костюма этих денег маловато
2) меньше
сахалрах калаç — говори поменьше

сахал йышлă — малочисленный
сахал йышлă халăхсем — малочисленные народности, национальные меньшинства
ку сахал-ха — мало этого, мало того
вутă сахалрах — дров маловато
халăх сахалли — малолюдность, малонаселенность
сахал сĕтлĕ ĕне — малодойная корова
юр сахал хĕл — малоснежная зима
сахал вĕреннĕ çын — малообразованный человек
сахал тупăшлă хуçалăх — малорентабельное хозяйство
утă пĕлтĕрхинчен сахал пулчĕ — сена получилось меньше, чем в прошлом году

Словарь чувашского языка

тайăн

(таjы̆н), малый. Начерт. 164. Хурамал. Тайăнрах (или: кемрех, сахалрах). Ib. Тайăнрах (неполный) пĕр çăк (воз) япала илсе килтĕм. ЙФН. † Пĕчĕк-тайăн Ултук пур. Эпĕр тайăн тенĕ-мĕн, турри пусăк тутăр-и (пусть сделает). Якейк. Вăсен пӳрчĕ пирĕн пӳртрен кĕт тайăнтарах (поменьше). Тиханьк. Çолĕ пор, кĕлеткн тайăнрах. Года есть (возрастом не мал), а телом маловат. Собр. Килте вăл вăхăтра тайăн (немного) сăра тăваççĕ. Персирл. Паян пĕр тайăн сăра турăмăр. Ib. Пĕр тайăн орапа тияса килтĕмĕр (средний воз). N. Икĕ тайăн орапа полчĕ. Сам. 72. Пӳрчĕ тавра тайăн хӳт-вĕрлĕксемпе хӳнĕскер. || Непонятный, примитивный? N. Эпир калаçакан чĕлхе те ĕлĕкрех упăте чĕлхи евĕрлех тайăн пулнă. || Так называют ребенка, не вошедшего в ум. СПВВ. ГЕ. Тайăн (тесе) ăс кĕрсе çитмен ачана калаççĕ.

кем

(кэм), то же, что «сахалрах». Хурамал. Кем, кемрех = сахалрах.

май

сторона. N. Пĕр май (= майĕ) хир, пĕр май (= майĕ) вăрман (вăлă кĕрĕк). N. Ашăн (мясо) тепĕр майĕ шыв çине пулать. N. Патака (палку) тытатăп та, тепĕр май çавăрса хуратăп (кладу другою стороною). Альш. Вăл куçсенĕн („куç“ здесь — один из прямоугольников, на которые разбито поле) пĕр майĕ 160 хăлаç, тепĕр майĕ 150 хăлаç, теççĕ. Рукоп. календ. 1908. Пĕр майĕ типсен... Когда высохнет одна сторона... Альш. Урамĕсен майĕсем, сарлакăшĕ, тăрăшĕ. N. Кашни йывăçа лартнă чухне ăна малтан пăхатăн: хăш майĕ унăн кăнтăр енче пулнă, хăш майĕ çурçĕр енче. Вара лартнă чухне те кăнтăр енче ларнă майне кăнтăр енне тăватăн, çурçĕр енче ларнă майне-çурçĕр енне. Т. II. Загадки. Пĕр май пăхсан курăнать, тепĕр май пăхсан курăнмасть. (Чĕрне). Ивановка. Пĕр майĕнчен (с одной стороны) — аттесем пĕлмен пирки, тепĕр енчен — хам йĕркине пĕлменнипе. || Направление, сторона. Альш. † Эпирех каятпăр киле май (по направлению к дому), пирĕн кӳлнĕ утсем çиле май. Ib. † Хура шывсем юхат аната май, сарă хăмăш тайăлат шывалла май. Толст. Пĕр чĕнмесĕр килелле май ута пачĕ, тет. Букв. 1908. Чан сасси илтĕннĕ май кайнă та, килне тупнă. N. Унтан вара лашипе таврăннă (с кладбища) маях (т. е. во. время возвращения на лошади) — пĕр ачана ял тавра кăшкăрса çӳреме яраççĕ. (Похороны). Чув. пр. о пог. 134. Çавра çил хĕвеле май çавăрăнать. Вихрь всегда вращается по солнцу. К.-Кушки. Пĕр май туртсан, çурăлмас; тепĕр май туртсан, çурăлат (сукно). N. Капла май, в этом направлении, в эту сторону. Юрк. Виç хут хĕвел майĕ çаврăнаççĕ. Они объезжают трижды пôсолонь. Янтик. Хăш май кайсан, лайăхрах пулĕ-ши пире. Айта кайăпăр шыва май. ЧП. Вуник хурама пĕр кăкран, кашни турачĕ çил майне (çил майлă, çил енне). Хĕн-хур. Кайма Ануша çиле май пулнă, çавăнпа вăл хытă утнă. Менча Ч. Унпа пĕрле пӳртри çынсем пурте, ура çине тăрса, пĕр чĕнмесĕр кĕлтăвакан май пăхса, чӳклекен сăмахсене итлесе тăраççĕ. Толст. Пĕр чĕнмесĕр килелле май ута пачĕ, тет. Шел. 61. Çуркуннехи ăш хĕвел сиксе тухрĕ хĕрелсе, ялтартатса, ялкăшса, çӳлелле май çĕкленсе. О сохр. здор. 99. Çулла çав шăтăка маях уçă тытас пулать. ЧС. Яла çитрĕмĕр тепĕр çын хапхи умĕнче ача кӳми ларат, кӳми çине тĕкĕ майĕпе (шерсть вверх) кĕрĕк витсе хӳнă. || По пути. N. Мана май каякансем те пурччĕ. Мана май килекенсем те пурччĕ. N. Пасара кайнă майпа çавăн патне кĕрсе тухас халь! По пути на базар надо зайти к нему! N. Çул çӳренĕ майпа кĕркелесе тухкала! Заезжай по пути! || В перен. см. (сторона). Арç. Çылăх майне каякан. N. Каллех укçа ыйтаççĕ. Ку каллех нимĕн май калама та пултараймаст. Конст. чăв. Ĕнтĕ çутăлас майне кайнăччĕ пулĕ. Вероятно, уже приближался рассвет (дело шло к рассвету). Макс. Чăв. к. I, 54. Микула çитет — вăйя май, Хăят çитет — ĕçе май. Приходит Никола — дело идет к хороводам; подходит ярмарка в Кияти — дело идет к страде. Полтава 9. Çамрăк чĕрен шухăшĕ куллен-кунах урăх май (иная). Сам. 3. Тĕрлĕ халăхсен пурнăçне сăнанă май, вăл салтаксемпе рабочисен сăйне (слой), тата ыттине тепĕлет. Юрк. † Хир-хир урлă кайса, тус пултăм, хамăра килме-кайма майĕшĕн (чтобы было к кому ходить в гости, чтобы было кого навещать). || По. N. Шыва май яр. Пусти по течению. Кĕвĕсем. Çирĕк çӳлçи çиле май, вĕрене çӳлçи хăйне май. Ăсатассăр пулсан, кил ăсатăр: пирĕн кӳлнĕ утсем киле май. N. † Сикрĕм-лартăм кимĕ çине, юхрăм-кайрăм шыва май. (Хĕр йĕри). Вопр. Смоленск. Пысăк шăва май пĕлĕтсем юха пуçласан, çăмăр çăват. Если облака идут по течению большой реки, то будет дождь N. Çырма тулли шыв юхать, шывĕ майпе чул çавăрнат. ТММ. Лаши май пуши. По лошади и кнут. N. Лаши май нушши (= пуши), çӳпçи май хупăлчи. (Послов.). || Вследствие. Толст. Хăйĕн салтакĕсене уйăрăлса каяс майпа (на расставаньи) тăватă витре эрех лартнă та, кайма хатĕрленнĕ. Ib. Урапи (колесо) çаврăннă майпа пуканисем (приделанные к валу колеса) сиксе тăнă. || Повод, причина, случай. ЧС. Курма пыма май пултăр, тесе... Чтобы был повод притти повидать. N. Ман çырăва çĕмĕрнĕ майпа ятне çырман пулĕ. Не написал имени, потому что вскрыл мое письмо. Б. Яныши. Эпир ĕшлепке тунă майпа сисмен те, çакут шыв хĕрине пынă та, ĕçме тапратнă. Якейк. Вăл вăсене тавăрмашкăн тахçанах май шыратьчĕ, паян тин топпĕр (тупрĕ). Он давно искал повода досадить им, наконец теперь нашёл. ЧП. Хĕрсем кайса пĕтсессĕн, пире выляма май ӳкнĕ (выпал случай поиграть) Кан. Югослави правителстви хăйне хирĕç тăракан хорват халăхне пусарса лартас майпа (чтобы...) Хорватири пуçлăхсене улăштарма тытăннă. КАЯ. Пĕр пĕр кĕсене (= кусене, этих) улталамалла май çук-ши тесе, шухăшла пуçларăм. || Способ. Шурăм-п. Çимен „физика“ пĕлмест пулсан (та), Мариье сахалрах тивмеле май тупрĕ. Б. Хирлепы. † Апай пачĕ уй хĕрне (на край степи): шăнса вилтĕр, терĕ пулĕ, хамăр та майне пĕлетпĕр. Абыз. Епле майпа вĕлерес (его) теçе, вăхăт шыранă. ЧС. Çынсем хай луçа (= пăшие) çырмаран ниепле майпа çавăтса хăпартаймарĕç. БАБ. Çав киреметсене пуç-çапма пĕтĕмпех ак епле майпа пăрахнă. Якейк. Эпĕр майне пĕлетпĕр, шăва кайса вилес çок. Найдем способ не утонуть. N. Вĕсене хăтарма пĕр май анчах. Ст. Чек. Урăхла вĕлле тума май тупнă. N. Пурте пĕрле канашласа, терлĕ майран шухăшласа, чухласа, халăха мĕн кирлине туса татаççĕ. Ау 383°. Май пĕлекен çу çинĕ, тет. (Послов.). Тюрл. Порăнăç тытмашкăн май пĕлет. О сохр. здор. Анчах унтан епле хăтăлмалли майне пĕлеймест. Ib. Çын ăшне вĕсем (глисты) тĕрлĕ майпа лекеççĕ (попадают). N. Ку упа пĕренене темиçе май та тĕрткелесе пăхрĕ, тет, анчах пĕрени кăна шав (всё) тавăрмасăр хăвармарĕ, тет. || Сноровка. Альш. Кĕрешме май кирлĕ. Для борьбы надо иметь сноровку. Ib. † Хурчăка тĕк маттур ачасем хăйне май хăй шырат-çке. ПВЧ. Хăйсем майне пĕлмеççĕ те, хăйсем сĕнме пĕлмеççĕ (не знают порядков, не умеют подносить). || Возможность. Ст. Чек. Май пусан, тутарла вĕренĕттĕм те, май çук. N. Май пур-и? Есть ли возможность. N. Манăн тарса хăтăлма май пĕтрĕ. Бес. чув. Унăн салтакран юлма майĕ пулман. Якейк. † Тĕпĕр-тĕпĕр туй килет, пӳртекинче май килет. (Ахăрни çинчен). Сĕт-к. Апла калама май килет. Так можно выразиться. || Из-за. Кан. Утă çулас вăхăтра час-часах çăмăрсем пулкаланă май кăçал Турхан çыннисем çарансене хăвăртрах пуçтараймарĕç. || По шерсти (иносказат.). N. Май юрать, хирĕç юрамасть N. „Счет степеней у некрещеных чуваш такой же, как и у нас. В кровном родстве брак дозволяется только в 7-ой степени. Но в других видах родства, брак позволяется и в близких степенях. Так можно женитьься на свояченице, на племяннице своей жены, на жене умершего брата. Как говорят они: „Май юрать, хирĕç юрамасть“. Сред. Юм. Май-тăк май, май мар-тăк марш! (Если ему в должности живется хорошо, то он будет тут жить, а если плохо — уйдёт). К. Кушки. † Манăн вăта пӳрнери кĕмĕл çĕрĕ ялан купăс кĕвви май çаврăнат. || Лад. Лашм. † Хамăра маях çавăртăмăр (невесту). N. Пирĕн пурсăмăрăн та çавă ултавçă юмăç патне каяс пулмаç, вăл тем те хушать; юмăç вăл шуйттанпа пĕр май (заодно с чортом). Баран. 73. Ĕç май пулмасан (если дело не шло на лад), вĕсемпе пĕрле хуйхăрма хатĕр тăнă. N. Тусне те хăй майне çавăрса (на свой лад), хăй пек ырă тăвать. Альш. Вăл хăй ăшĕнче шухăшлат: епле хăй майне патшана çавăрас, тесе шухăшлат (сказки). Скф. 25. Ку çын сире, улталаса, хăй майне çавăрать. N. Сан майăпа мана аван пултăр. || Порядок. N. Тахăçанах: хамшăн ĕçлесе, хам кил-çурта çĕнĕ майпа ярасчĕ-ха, тесе тăраканскер, вăл çавантах ĕçе пикенчĕ. N. Май еннелле кайсан. || Толк. Пшкрш. Онта кайса килтĕм те, майă (= майĕ) çок (нет толку), тет Ib. Онта кайса килтĕм те, майă çок (толку нет), тет. Чăв. й. пур. 5. Нимĕн майĕ те çук ĕнтĕ. Никуда не годится, из рук вон. || Природа. N. Хăйсем майĕпе (по природе их) вĕсене вăй хăват панă (дал). || Уклад, ratio. N. Вĕрентес тĕлĕшре, пурăнăç майĕнче (в жизни), хушса калаç тĕлĕшре, ĕненнĕ, юратнă, чăтнă, çилле пăрахнă çĕрте эсĕ ман хыççăн кайрăн. || Подобие, образ, форма. Юрк. † Илтĕм аллăма купăс, купăс майĕ пĕтнĕ мĕн. N. Куллен тăхăнакан тумтирри унăн тумтир майĕ те пулман. Кан. Тултан та, шалтан та савăт майĕ çукчĕ. Ст. Шаймурз. † Пĕвĕ-çийĕ майĕ çук: вилнĕ лаша шăмми пек. Сред. Юм. Пăртак туйя майĕ пôр (говорит молодец, пробуя палку: „ничего, палка похожа на палку“, т. е. недурная, не плохая). || Вверх лицом, верхушкой вверх. К.-Кушки. Эп çĕлĕке пăрахрăм та, вăл май ӳкрĕ. Я бросил шапку, и она упала верхушкой вверх.

Русско-чувашский словарь

менее

нареч.
сахалрах, каярах; прошло менее трёх месяцев вăхăт виçĕ уйăхран та сахалрах иртнĕ ♦ тем не менее союз апла пулин те

меньше

1. (сравн. ст. от прил. маленький и малый) пĕчĕкрех; Коля меньше Пети Коля Петьăран пĕчĕкрех
2. (сравн. ст. от нареч. мало) сахалрах, катăкрах; здесь меньше ста рублей кунта çĕр тенкĕрен сахалрах
прил.
1. (ант. больший) каярах, сахалрах, пĕчĕкрех; нужны ботинки меньшего размера пĕчĕкрех размер пушмак кирлĕ
2. (син. младший; ант. старший) кĕçĕн; их меньший сын вĕсен кĕçĕн ывăлĕ

Русско-чувашский словарь (1971)

маловато

нареч. и в знач. сказ. сахалрах, сахалтарах; дров у нас для зимы маловато пирĕн вутă хĕл каçма сахалтарах.

менее

сравн. ст. от нареч. мало каярах, сахалрах; тем не менее çапах та, апла пулин те; не менее важно кая мар кирлĕ (е паха); более или менее см. более; не более (и) не менее как... см. более.

меньше

1. сравн. ст. от прил. малый 1,2 и маленький 1—4 пĕчĕкрех; 2. сравн. ст. от нареч. мало сахалрах; как можно меньше май пур таран сахалрах.

меньшинство

с. сахалăшĕ, сахалрах пайĕ; ◇ национальные меньшинства см. национальный.

минус

м. 1. мат. (знак) минус, кăлару палли; 2. нескл. мат. кăларни; семь минус пять два çиччĕрен пиллĕк кăларсан иккĕ пулать; 3. перен. разг. çитменлĕх, кăлтăк; проект имеет много минусов проектăн çитменлĕхсем нумай; 4. нескл. сивĕ; минус два градуса икĕ градус сивĕ; 5. (школьная отметка): с минусом катăкрах, сахалрах; четыре с минусом тăваттăран катăкрах.

наименее

нареч. чи сахал, чи пĕчĕк, пуринчен те сахалрах (е пĕчĕкрех); ваш вариант наименее удачный сирĕн вариант пуринчен те ăнăçсăртараххи.

недогрузить

сов. 1. что, кого-чего сахалрах тие, тиесе ан çитер; недогрузить тонну угля кăмрăка пĕр тонна сахалрах тие; 2. кого-чего, перен. раза, (обеспечить работой не полностью) ĕç çителĕксĕр пар.

недодержать

сов. 1. что. (продержать меньше) сахалрах тыт; недодержать термометр термометра сахалрах тыт; 2. фото, тех. сахалрах тыт, тытса ан çитер; недодержать негатив негатива сахалрах тыт.

недопечь

сов. 1. что (не пропечь) çителĕклĕ ан пĕçер, пĕçерсе ан çитер; 2. что, чего (испечь меньше чем нужно) сахалрах (е çителĕксĕр) пĕçер.

по

приставка. 1. глагол тунă чух çаксене пĕлтерет: 1) ӳсĕннине, чакнине, хушăннине: побелеть шурал, шуралса кай; подешеветь йӳнел; 2) ĕçе вĕçне çитернине: побрить хырса яр; потушить сӳнтерсе ларт; 3) ĕçе пуçласа янине: побежать чупса кай; понести йăтса кай; 4) ĕçе темиçе хут е чарăна-чарăна, нумайччен тунине: поглядывать пăхкала; почитывать вулакала; 2. паллă ячĕ тунă чух çаксене пĕлтерет: 1) сăмах тĕпĕнче палăракан япала е ĕç хыççăн пулнине: пореформенный реформа хыççăнхи; 2) сăмах тĕпĕ палăртнине кура пулнине: подворный килсеренхи; подоходный тупăш тăрăх илекен; 3) пахалăхĕ ытларах е сахалрах пулнине: поменьше пĕчĕкрех; поновее çĕтсĕрех; 4) мĕн майлă, мĕнешкел, мĕнле пулнине: по-новому çĕнĕлле; по-русски вырăсла; 5) местоименисем умĕнче каланă чухне камăн та пулин шухăшне, кăмăлне: по-моему ман шутпа.

Неологический словарь чувашского языка

адреналин

ç.с. Пӳре парĕнчен юна пыракан, юн пусăмне тата куçăмне йĕркелеме хутшăнакан гормон. Секс йывăр шухăша, пăлханăва сирет, организмра адреналин пулассине чарать. Х-р, 14.11.1994, 3 с. [Кулнă чухне] пӳре çинчи парăн мими адреналинпа норадреналин ятлă стресс гормонĕсене сахалрах кăларма пуçлать, организм канать. С-х, 1998, 7 /, 1 с. Сивĕ çанталăкра лимон чейĕпе шоколад бисквичĕллĕ кукăль çини организма адреналин туса кăларма пулăшать. С-х, 2000, 39 /, 1 с. Йывăр ĕç хыççăн юнра (инерципе) адреналин гормонĕ сыхланса юлать. ЫХ, 2001, 20 /, 4 с.

венчет

ч.с. Мăшăрланăва чиркӳ йăли-йĕркипе çирĕплетни, чиркӳ мешехипе (туп.) арлă-арăмлă пулни. Турра ĕненекенсем мăшăрланнă чух чиркӳре венчетленеççĕ. Эпир вара сан аслаçупа венчете тăман. ЧЧ, 1998, 6 кл., 221 с. Юлашки çулсенче венчетсĕр мăшăрланнă çемьесем сахалрах-мĕн. ÇХ, 2001, 33 /, 9 с. Çурла уйăхĕнче пĕрлешсе венчете тăтăмăр... Халĕ те венчет çĕррине хывмасăр çӳретĕп. Ар, 2001, 34 /, 3 с.

мини-футбол

ç.с. Сахалрах йышпа тата пĕчĕкрех уйра вылямалли футбол вăййи. «Волжанка» спортклубăн ... команди Одессăра мини-футболăн Пĕтĕм Союзри финалĕнче ăмăртнă. КЯ, 6.04.1990, 4 с. Раççей команди Европăн мини-футбол чемпионатĕнче выляма тивĕçлĕ пулнă. Т-ш, 1999, 2 /, 3 с. Чăваш Енре мала тухассишĕн мини-футбол чемпионачĕ пуçланнă. Х-р, 16.03.2000, 4 с. — мини-футбол турнирĕ (Х-р, 20.02.1996, 4 с.; Х-р, 18.03.1997, 4 с.); мини-футболла выля (Х-р, 15.08.2000. 4 с.).

См. также:

-шин -шкел «Аль-Кайда» «Гринпис» « «сахалрах». » ă ă-ă ă-ăк Aal ăăх

«сахалрах».
Свойства слова не указаны
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150