Поиск: перекет.

Введите слово для поиска

Область поиска:

Чувашско-русский словарь (1982)

аккредитив

аккредитив (пĕр банк е перекет касси теприне укçа пама хушса çырнă хут)
аккредитивпа укçа ил — получить деньги по аккредитиву

вкладчик

вкладчик (перекет кассинче укçа тытакан)

касса

кассовый
перекет касси — сберегательная касса
пулăшу касси — касса взаимопомощи
театр касси — театральная касса
чукун çул касси — железнодорожная касса

кĕнеке

3.
книжка (документ)
квитанци кĕнеки — квитанционная книжка
пеней кĕнеки — пенсионная книжка
перекет кĕнеки — сберегательная книжка
чек кĕнеки — чековая книжка

куçар

2.
переводить, перечислять (напр. деньги)
оформлять на кого-л.
пуштăпа куçарнă укçа — почтовый перевод
укçа куçармалли бланк — переводной бланк
вăл перекет укçине арăмĕ çине куçарнă — он перевел вклад на имя жены

перекет

1.
экономия
çулталăкри перекет — годовая экономия
перекет ту — экономить
ку сĕнӳ пин тенкĕлĕх перекет парать — это предложение даст тысячу рублей экономии

перекет

сберегательный
перекет касси — сберегательная касса
санăн перекет кĕнеки çинче укçа мĕн чухлĕ? — сколько у тебя денег на сберегательной книжке?

перекет

3. уст.
изобилие, богатство
достаток

кĕрекĕрте перекет пултăр!—  пусть ваше застолье будет изобильным!

сыхлан

1.
храниться, сохраняться, сберегаться
укçа перекет кассинче сыхланать — деньги хранятся в сберегательной кассе
кăçал силос лайăх сыхланчĕ — силос в этом году хорошо сохранился

укçа

денежный
вак укçа — мелкие деньги
выляв укçи — выигранные деньги, денежный выигрыш
преми укçи — премиальные (деньги)
суя укçа — фальшивые деньги
хут укçа — бумажные деньги
укçа системи — денежная система
укçа выляса ил — выиграть деньги
укçа тӳле — платить деньги
укçана перекет кассинче усра — хранить деньги в сберегательной кассе
Укçапа чыслăх пĕр енчĕке кĕмеççĕ. — погов. Честь и деньги в одном кошельке не умещаются.

хур

IV. глаг.

1.
класть
вырăна хур — положить на место
перекет кассине укçа хур — положить деньги в сберегательную кассу
чечек кăшăлĕ хур — возложить венок
чирлĕ çынна больницăна хунă — больного положили в больницу
хурса тултар — наложить (много), нагрузить (лишнего)
хурса тух — уложить, расположить (в определенном порядке)
хурса хăвар — оставить, положить и оставить
хурса яр — положить небрежно, сунуть

хыв

12.
вносить, вкладывать
перекет кассине укçа хыв — внести деньги в сберегательную кассу

экономи

экономия (перекет)
◊ политикăлла экономи — политическая экономия (обществăлла производствăпа пурлăх-ырлăх валеçĕвĕн законĕсене тĕпчекен наука)

Словарь чувашского языка

сип

польза. Бугульм. Сип, полезное для здоровья. Чебокс. Сиппи, сиплĕ = перекет — перехет — юрлăхлă, чтобы надолго хватало. N. Имçамăн сиппи пĕртте çук (пользы нет). Четыре пути. Çын япали сиппе пымасть, теççĕ ваттисем. N. Ӳте те сиппине палăртса парать. Сред. Юм. Халь пôшали пар, çапах сипе те кĕмес ô. Теперь хоть дай, все равно в счет не пойдет. N. Унăн ним сиппи те çук (нет от этого лекарства пользы). СПВВ. Х. Сип — эмел. О сохр. здор. Малтанах сип пулмасан та (если не будет легче), час турленмест тесе, лекĕрсем патне çӳреме пăрахас пулмасть. СПВВ. Им пултăр, сип пултăр. Сред. Юм. Сип пôлтăр! (Ĕлĕк ват çынсĕм чӳк тунă чôхне калакан сăмах). Етрух. Юрать, юрать, ăçтан та пулин сиппи килĕ-и?

Сăвăр

(сы̆вы̆р), веять. ЧП. Пĕр çилсĕр тулăсем сăвăртăм. СТИК. Çил вашлаттарса вĕрнĕ чухне (çил хытă вĕрнĕ чухне) тырра часрах савăрса пăрахасчĕ-ха. Сред. Юм. Тыр сăвăрас тесе тырра кĕреçепе ывăтса çил çинче тасатас тессине калаççĕ. Орау. Мишук ятли вир аштарса пĕтерсен, тытăннă йĕтем çинче вир сăвăрма. Çав вăхăтра Кăркка ятли, кĕсем умăнчен иртсе кайнă чухне, тытăннă кунтан, Мишукĕнчен, мăшкăласа кулмашкан: ай, ай, сирĕн кăçал вирĕр нуммай пулнă иккĕн, кăна тултарма мишукăрсем те çитес çук! тесе. || Помешивать особым образом, как бы вея. Орау. Хăмла вĕресе хăпарса тăкăна пуçласан, алтăрпа сăвăрсан, вĕрени чакать. Сĕт вĕресе хăпарсан та, çаплах сăвăрсан, чакать. Изванк. Перекет, перекет амăшĕ, килĕр ĕçме-çиме, тĕпелерех иртĕр, тет те, сăрине пĕртак: перекет, тесе, шăпана йĕри-тавра сăвăрса ярат (сливает понемногу в жбан. çĕн çын яшки). КС. Сăвăр, черпать молоко и постепенно выливать назад, чтобы во время кипячения оно не ушло из котла. Ib. Сĕте аран сăвăрса чартăм, пăртакках тăкăнса каятьчĕ.

çил-арманĕ

ветряная мельница. Тюрл. Çил арманĕ. Она шуйттанпала канаш тытнă çын арман тумашкăн, шуйттан кăтартса панă çынна: çапла ту, çапла ту, тесе. Вара çын каланă она, туса пĕтерсессĕн çав армана: чăрăшăн çулчи тăкăнать, хырăн çулчи тăкăнать, санăн арман полать, онччен эп авăртам, тенĕ. Шӳйттан кĕтсе выртать она. Çанпа арманăн перекет çок. Ib. Тыррăн-поллăн ĕрехне (= перекетне) яраканни çавă (çил-арман). КС. Çил-арманче авăртсан, çăнăх тухăçлă пулмасть, теççĕ. К.-Кушки. † Хирте çиччĕн çӳреççĕ, çил арманĕ пураççĕ, çил арман пураса пĕтсессĕн, ыраш пулат, тиеççĕ.

тивлет

(тивл’эт’, т’ивл’эт’), благодать, милость, счастье, удача, успех. Разг. С. Мих. 36. Ака-соха тивлечĕпе кона ĕçеттgĕр-çиятпăр. Менча Ч. Иксĕлмес тивлетне парăсăнччĕ, тет. (Моленье). ЧП. Атте-анне çинче пурăннă чух тивлетреччĕ пирĕн çамрăк пуç. Т. VI, З. Çак эсĕ панă тивлете асăнатăп. Ӳлĕмрен те тырра тăррине чакан пек пар, тĕпне хăмăш пек пар... Иксĕлми тивлетне пар. Неизв. авт. ХVIII ст. Иксĕлми тивлетне патăр. Ака соха тивлечĕпе ĕçетпĕр-çиятпăр, поплетпĕр-калаçатпăр. Микушк. † Эпир пуснă вырăна, тивлет пусса тухтăр-и. N. Ырă тăванăм (ятне), çавăн тивлечĕпе çӳретпĕр. Емельк. † Ах аттеçĕм, тетĕп, ах аннеçĕм! Сирĕн тивлетĕрпе çӳретпĕр. N. † Аттепе анне тивлечĕ, çта пырсан та ырлăх пулинччĕ. Пис. † Ах пиччеçĕм, тетĕп, инкеçĕм! Сирĕн тивлетпе çӳретпĕр. Бугульм. † Ах пиччеçĕм, инкеçĕм, хĕр тивлетшĕн çуретпĕр. Стюх. † Нумай пĕтĕ, сахал çитĕ, çак пĕрле тăнине мĕн çитĕ? Атте лайăх, анне лайăх, вĕсен тивлечĕсем пит аван. Сред. Юм. Атте-анне тивлечĕпе çӳретпĕр. N. Вĕсем шыва путса вилесрен хăтăлассине, тивлетĕн пĕлче çук ĕçне малтан кăтартса хунă, тесе те калаççĕ. N. Акă сана та тивлет паратпăр, мĕн пур пеккине; ан ӳпкелесе кай, лайăх ĕçсе-çисе кай. (Гов. покойнику). Альш. † Умăра тивлетсем çунă чуне, кил, силлесе юлар-и чунсене! N. Ан макăрăр ачисем, пуççăр (ласк. выр. = пуçăр) çине (на ваши головушки) тивлет çăват-ĕçке! N. Эпĕ санăн нумай ырăлăху тивлечĕпе сан çуртна кĕрĕп. Собр. † Ах, тантăшăм, тантăшăм! Ан йĕрсем, ан куйлансам, пуçу çине тивлет ӳкет. N. Эсĕ М. хулинче тивлет ĕçне ĕçлесе пурăннă. N. Ывăлĕ-хĕрин тивлечĕ пĕтсе ларĕ. || В ирон. см. Вĕсем ыр çын тивлечĕпе сăмаварсăр тăрса юлнă. || Назв. божества. К.-Кушки. Перекет, перекетне пар, иксĕлми тивлетне пар. Тивлет, иксĕлми тивлетне пар; çырлах, çырлах, сана пулĕ шерпечĕ, пире пулĕ йӳçĕшĕ. Жертв. т. Тивлет (вар. тивлете) така. Ib. Тивлет амăшне така.

хăй каларĕш

как говорится. N. Калаçа пуçласан, çуррине ытла ют çынсенĕн сăмахĕсене хутăштарса калаçа пуçлаççĕ, вĕсенчен унта, хăй каларĕш, перекет çук.

шерепет

то же, что шерпет (сыта, медовый сироп). Зап. ВНО. Кĕселе шерепетпе çиеççĕ. Кисель едят с сытой. Ib. Ирхине тăтăм ирĕксĕр, питме çурам шерепетпе. Питрен шерепет типминччĕ, пиртен вăйă иртминччĕ. Питрен шерепет типет-çке, пиртен вăйă иртет-çке. || То же, что перекет. Собр. Эй турă, çырлах. Çĕр тыр шерепечĕпе, мăн хуран пăттипе, вуникĕ кăшăллă пичĕкипе асăнатпĕр сана, турă. (Из моленья). Торх. (Шумерл. р.). Шерепет, жидкий мед, что каплет весною из улья. || Употреблено в песне вм. шерепе. Ошибка? Зап. ВНО. Чупрăм-антăм çырмана, юхрĕ-тухрĕ шерепет.

перекет

(пэрэгэт, Пшкрт: пэрэђэт), изобилие, abundantia. СПВВ. ИА. Апат çиме ларсан, перекет (спорынья) пултăр, теççĕ. Сред. Юм. Перекет! (Ĕçкĕ-çикĕре пуçламан кленче тôлли эрех пôлсан калаççĕ. Ib. Перекет пултăр (= час ан пĕттĕр). Н. Шинкусы. Сирĕн кил-çурта пĕтĕмпех пăсса пĕтернĕ, ют турă укçисем пăрахса тултарнă, тата ĕçме-çимесене те йăлтах пăсса перекечĕсене вĕçтерсе пĕтернĕ. Ib. Сăра ĕçес килсен, ăсса килтереççĕ те, ĕçиччен: перекет! теççĕ. Ст. Чек. Перекет, все что идет на пользу. Перекет! говорит работающий в поле перед тем, как обедать. На свадьбах, перед разливанием вина говорят то же самое. Ядр. Перекет, такое состояние вещей, при котором они не убывают. Микушк. Ана çине аксан, ана çинче перекетне пар! (Из моленья). N. Çурлипе тырă çавăрса илсен, перекетне пар, кĕлте тултарăпăр, кĕлте перекетне пар, тĕм тултарăпăр, тĕм перекетне пар! Унтан вăрлăхне ана çине исе тухсан, кунтăк çине хурсан, кунтăк перекетне пар! Тата ывăçласа исен, ывăç перекетне пар! (Выдержки из молитвы «пичке пуçлянă чухнехи кĕлĕ»). Т. VI, 34. Хура халăх тайăлат сана, тăватпăр-тытатпăр, тытнă çăнăх-кĕрперен перекетне-услăхне пар! Тытнă тăвартан перекетне пар, ыйтнă укçаран перекетне пар! || Сбережение. Кан. Перекет кĕнекине (сберегательную книжку) илмесĕр эпĕр пӳрт лартса пĕтерес çук. || Дождь. || Назв. божества. К.-Кушки? Перекете ак çапла кĕлтунă: перекет, перекетне пар, иксĕлми тивлетне пар, кашни тиркĕре асăнатăп, витĕнетĕп, йăлăнатăп, тайăлатăп, тесе каланă. Магн. М. 62. Ой амăшĕ перекечĕ, итем амăшĕ перекечĕ, кăшăл амăшĕ перекечĕ, кил амăшĕ перекечĕ, карта амăшĕ перекечĕ, кĕлет амăшĕ перекечĕ.

Перекет амăшĕ

назв. божества 8 разряда. М. Васильев. Изванк. Перекет, перекет амăшĕ, килĕр ĕçме-çиме, тĕпелерех иртĕр. (Моленье).

перекет туни

назв. обряда. Изванк. Уя тухсан, тулли пичкене перекет тума пар. (Моленье). Питушк. Тырă сăвăрнă чуне первейхи кăшăла перекет тăваççĕ: виç хутчен çавăрнать хĕвел майлă кĕреçене тытса, çӳлелле утать (бросает) кăть те кăть (понемногу): перекет торă патăр, шăши çини (с'иνиы), шăрчăк çини торă пуçтар, ан пăрах, перекет торă патăр. Анкартне кĕртсессĕн, анкарти перекеч пар, кĕлете кĕртсессĕн, кĕлет перекеч пар, торă тохăçне пар çима ĕçме.

перехет

(-h-), то же, что перекет. Чебокс. Перехет-спорынья.

перкке

то же, что перекет. Пшкрт. Торă перкке пар!

пухмач

копилка (неол.). Пир. ял. Ленинградри Монетнăй двор перекет кассисем валли укçа пухмаллисем — çĕнĕрен 400 пин пухмач кăларать. Ку пухмачсенчен пĕр йышшисем — кĕнеке евĕрлĕ, тепĕр йышшисем — пĕчĕк арча майлă.

акатуйĕ

ака-туй (ага т̚у), dies festi, qui tempore verno ante arationem celebrantur, праздник, устраиваемый перед весенней пашней. V. Магн. 18 sqq. Ib. Эй пĕсмĕлле! Пĕр торă, ан парах! Ырă çĕр йыш(ĕ), çырлах! Хоçа пичке поçларĕ сире поççапмашкăн. Ан пăрахăр! Епле полин те осрăр! Оя тохсан ойра перекет парăр, киле кĕрсен килте перекет парăр! Çак хоçана, килне-çортне, выльăхне, ачисене ан пăрахăр! Ака-туйран ака-туя осрăр! Чӳк, çырлах! Сана йӳççи, пире шерепет. Н. I. „ырă çĕр йыш(ĕ)“ non familiam almae lerrae significat, sicut Magnitskio visum est, sed potius sanctum terrae dominum, quod numen agris segetibusque praeesse existimatur. Здесь „ырă çĕр йыш(ĕ) означает не „семейство доброй земли“, как переводит Магн., а святого хозяина земли, божество, от которого зависит рост полевых хлебов. Шевле. Ака-туй тотар еннерех порнакан чăвашсен праçникĕ полнă; она. Монкон иртсен тунă. Праздник весенней пашни праздновался у чуваш, живущих ближе к татарам; его праздновали после Пасхи. || Ludi publici, qui in Чepen. fiebant tempore verno (festi, quod Pascha appellator, nulla ratione habita; v. infra), in quibus propositus praemiis cursu, luctatione, equisque certabatur, весенний праздник, который в Череп. праздновался независимо от времени Пасхи. Была борьба, конские скачки, беганье взапуски; победителям давали подарки. Альш., Раков. † Икĕ турă лашана ака-туйне ямаççĕ. Альш. † Икĕ турă лашана ака-туя ямаççĕ. Двух гнедых лошадей пускают на праздник весенней пашни. Нюш-к Ака-туй тăвнă чух ялти хĕрсене ака турттарса ял йĕри-тавра пĕр хут çавăрăннă акапа акаласа. Аки-пуçне арçын тытса пынă, тет. Хĕрсем ака туйне пурте çивĕчĕсене салатса, пиçиккисене салтса туртнă, тет. Кутавăйсем хĕрсене ака туйне хăва-хăва тухнă, тет. Во время праздника „ака-туй“ заставляли деревенских девушек проводить плугом борозду вокруг деревни. Плугом правил мужчина, девушки везли плуг, распоясавшись и распустив косы. Десятские и сотские ходили по домам и выгоняли девушек на „ака-туй“. V. хĕр-аки. Eodem nomine Tatarorum feriae designantur equorum curriculis notabiles, quae eorum lingua „сабан туйы“ vеl „сабан“ appellantur; haec appellatio idem significat, atque „ака-туй“. Так же называют чуваши татар. праздник сабан. V. Магн. 21. Изамб. Т. Исеккел ака-туйне-карăм. Я ходил в Исаково, на (татарский) сабан. || Eadem voce etiam alia eiusdem generis certamina significantur, quae quolibet alio tempore, nullo apparatu, inter pueros maxime, animi voluptatisque causa fiunt. Hinc: ака-туй яр.

амин

(амин’), amen, амвнь. Nonnunquam etiam significat amissionem rei, quam nullo pacto possumus recuperare. N. Амин, амин! турă, ан пăрах, турă çырлах! Ах, аминех! Аминь, аминь! господи, не оставь! господи, помилуй! Ах, аминь! (Так залепетали женщины после сказанного поучения). Магн., 30. Итеме кĕрсен итемре перекет пар; кĕлете кĕрсен кĕлетре перекет пар! Амин! Ырлăх пар! „Чӳк сана, йӳççи пире. По въезде на ток на току дай прибыль; по входе в клеть дай прибыль в клети. Аминь! Ниспошли милость! Жертва тебе, а горькое нам. || Ст. Чек. Унта вара — амин. А там — аминь. Ib. Парса яриччен вăсем „кӳрĕпĕр“, парса ярсан вара — амин. Пока не дал, они (говорят) „принесем“, а как дал, то уж — аминь.

арт

(арт), i. q. (то же, что) авăрт, molere, молоть (на мельнице). Пшкрт. Б. Олг. , В. Олг. , Б. Олг. Карĕ армана, артрĕ ырашне, артма парчĕ çине пус. Поехал на мельницу, смолол рожь, заплатил за помол две копейки (с пуда). Пшкрт. Сы̆ны̆ х арт, молоть муку. Б. Олг. Çĕн ойăха тиркетпĕр, ки ойăхăн йорат. Тимĕрçе портă хорç хумашкăн каймастпăр: час катăлат; çăнăх артма каймастпăр: перекет çок. Мы воздерживаемся в новом месяце (т. е. в начале месяца) от некоторых работ; выполнение их в старом месяце не влечет за собою никаких дурных последствий. Напр., мы не навариваем в это время топоров, иначе лезвее их изломается; не ездим молоть хлеб („муку“), иначе в нем не будет спорыньи, т. е. она скоро выйдет. Translate: blaterare, ineptire, nugari. В переноеном значении употр. в смысле болтать, говорить вздор. Пшкрт. Пуcтоj артса с’ӧбрӓдӓн. Ineptis. Ты болтаешь пустяки.

кай

(каj), итти, пойти; уйти; ехать; бежать; катиться; подвигаться вперед. К.-Кушки. Ăçта каятăн (ăçта каян)? Куда идешь? IЬ. Ăçта кайрăн? Куда ты ходил? (Откуда ты идешь?). СТИК. Ăçта кайнă-ши ку? Куда это он ходил? IЬ. Ăçта кайнă иккен ку! Куда, чай, он ходил! Бур. † Хĕл-хĕл кайăк хĕл кайăк, хĕл хĕллесе кайсари, ылттăн-кĕмĕл çăмарти йăвине тăрса юлсари. (Сарана). Шурăм-п. № 18. Чăнах та тыр вырма каясшăннисем (желающие итти жать) нумай тупăнчĕç. Сред. Юм. Каятсăн, кай. Если хочешь итти, то иди. Янтик. † Тăваллах та каяр каймаллипе (т. е. быстрее), Кай(ă)ксар хăвине çитмелле. Сред. Юм. Кайсарĕ, кайсарăн, кайсарăр, кайсарĕç. (Различные формы от слова «кай», оставшиеся невыясненными). Янтик. Тем шырать ун патĕнче, кая тăрать ун патне (то и дело к нему бегает). N. Сторовă! Ан кай-ха (постой, остановись), лар çуна çине, калаçăпăр кăштах, терĕ. N. Эпĕр хамăр та çавнашкал — кĕр кайсах, çур килĕпĕр. || О неодушевленных предметах. Альш. Малалла вара тутар ялĕсем каяççĕ унта, Пăвана çитиччен. А потом все идут татарские деревни, вплоть до Буинска. Альш. † Пурт çумĕпе йĕр кайнă, епле маттур хĕр кайнă? || Итти по швам, распускаться (о шве), рваться. К.-Кушки. Сăкманăн çĕвви кайнă. Ст. Чек. Пасар таварĕ, пĕр çĕтĕлме тытăнин, лăй-лай каят вара (рвется). || Убираться, уходить. Ау 67. Кай, кай (араgite), юрру та аван мар иккен, кирлĕ мар! Сред. Юм. Эп кăвак кĕпе илес теп-ха. — Кай, çав кăвак кĕпене, тĕс каяканскере, çын илмĕ. («Кай» здесь показывает не отстранение от себя, а несогласие). || Выражает недоверие. N. Епле сывă çӳретчĕ, вилчĕ. — Кам? Крушша. — Кай! Вăл та вилни? || Притти в движение. Изамб. Т. Чул çĕклекеннипе (регулятор) армана хытă кайсан пусараççĕ. || Длиться. N. Çĕре, уйăрса илсе, сутма ирĕк парсан, нумаях каймĕ (такой порядок продержится недолго), каллех пĕтăм çĕре пуянсем ярса илĕç. || Сторониться. Цив. Кукша: кайăр унтан (сторонись!), тесе, вилес пек кăçкăрса пырат, тет. || Быть потрачену, быть употребляему. Çĕнтерчĕ З6. Емелĕ те ытларах кайрĕ пулас. || Остаться в памяти, в сердце. Самар. † Атьăр, аппа, выляма сивĕ çăл пуçне; сирĕнпелен пĕрле вылясан, каять ĕмĕр тăрăшшĕне. || Прославиться (на далекое расстояние). Юрк. † Çакă эпир выляни-кулни, каяймĕ-ши çичĕ ял урлă? || Иметь сбыт. Н. Яхушк. Ман тавар каймасть-çке-ха (не продается). М. Яуш. Япаласам кайса пĕтсессĕн (если бы распродались), çĕр сум парăтăмччĕ те.. || Проникать. О сохр. здор. Хушăсем тăррине авантарах тума тăрăшас пулать, унсăрăн çăмăр каять унта. || Войти в моду. Альш. Ку чухне хĕрлĕ-çутă кайнă ĕнтĕ кирек кама та. Теперь вошло в моду ярко-красное (о платье). || Быть в обращении. ССО. Вăл кайман укçа мар, каякан укçа, тенĕ. || Сыпаться (об искрах). Ск. и пред. 84. Ун çилĕлĕ куçĕнчен йăлтăр-ялтăр вут кайрĕ. || Умереть. Сред. Юм. Кайнă: 1) ушел; 2) помер (гов. в насмешку). || Полететь. Имен. Иван каларĕ: ман ухă питĕ хытă сасăпа карĕ, тет. || Обратиться. Альш. † Савнăях та тăванăмсене эп чуп-турăм: сурчăкăмсем кайрĕçĕ пыл пулса. IЬ. Ĕлĕк вăл Каша тутарĕсем тĕне кĕнĕ пулни, тет иккен те, унтан тата, пĕр вăтăр-хĕрĕх çул çапла çĕнĕ йĕркепе пурăнсан-пурăнсан, каялла тутара каяççĕ, тет. || Сходить (о снеге. пыли и т. п.). Юрк. † Хусан çулĕ, хура çул, хура тусан тăраят, пирĕн пит çумне çыпăçат, ĕмĕр питрен каяс çук, куçран куççӳлли типес çук, алăран тутăр каяс çук. Торх. Рамра юр кайсах пырать. На улице всё тает. || Линять. Пшкрт. Ку каякан йышши некак. Эта (материя), кажется, линяет. || Вскрываться (о реке, весной). Толст. Вазузă çуркунне ир тулса, ир каять. N. Ун чухне-ха çуркунне, шыв кайни те пĕр-икĕ кун анчах. || Гоняться. Толст. Эпир вĕсен хыççăн каяймăпăр. || Упасть пропасть, провалиться. N. † Çĕррĕм кайрĕ Сĕвене, тутăхмасăр ан илĕр. Мое кольцо упало в Свиягу; пока оно не заржавеет, не доставайте. Лашм. † Аслă шывсем тăрăх эп çӳрерĕм, сар туяçăм карĕ авăра (попала в омут). || Проходить (о болезни). О сохр. здор. Вăл чир (чесотка) час каять (при лечении). Трахома çакланасси вăл часах, каясса анчах час каймасть. || Гореть (о пожаре). Трхбл. Ял каять. Деревня горит. Ib. Ăшша кайнă çынсем, погорельцы. Якейк. Кĕçĕр хĕвеланăçăнче пĕр ял карĕ (был пожар). Сюгал-Яуш. Пĕтĕмпеле пилĕк кил карĕ ун чухне. Всего сгорело тогда пять дворов. || Разгораться. N. Кайрĕ. (Огонь в самоваре) начал разгораться. Альш. Каллах вăйлă кайнă. Каллах çӳле кайнă. (Лампа) опять разгорелась. || Выходить замуж. ЧП. Лупашкари вĕт турпас сикет, сикет — тухаймасть: леш кассенĕн хĕрĕсем каять, каять — каяймасть. Альш. Качча кайиччен (до выхода замуж) иккĕ-виççĕ каяяççĕ-и вара (едва ли побывают) хĕрсем хĕр-сăрие. Зап. ВНО. Каякан хĕртен шăпăр пытаннă. (Послов.). Сĕт-к. Каймалли хĕр, девушка, которая должна скоро выйти замуж. || Пропадать, исчезать. N . Унăн тутăхни кайса пĕтмен. С него не сошла ржавчина. О сохр. здор. Лайăх юн тĕсĕ кайичченех пĕçерес пулать (мясо). Н. Карм. † Ашăм çуннисем, ай, каймарĕ (жажда не утомилась). Изванк. Тата кĕлте кӳнĕ вăхăтра: тыррăн перекет кайтăр, тесе (чтобы пропало изобилие), капан çине кĕмĕл укçа пырса чикеççĕ. || Выстрелить (о ружье). N. Пăшал каймарĕ. Ружье дало осечку. || Раздаваться (о звуке). Чув. пр. о пог. 88. Чан сасси уçă (ясно) кайсан, уяр пулать, тет. || Употребляется в некоторых чувашизмах. Изамб. Т. † Хăй ятне хăй яракан кайрĕ ĕмĕр тăрăшне (т. е. ославился на век). Ст. Айб. † Хĕрсем пĕве кайнă чух (во время роста) сивĕ куçпа ан пăхĕр. N. Мишуткан яшки ун кăмăлне майнă. || В качестве вспомог, гл. Çĕнтерчĕ 35. Çапăнса кайса, сăвлăшсăр пулса хăрлатса выртать. Альш. † Приюм алăк — кĕленче ăлак, ан хуп хытă — çĕмрĕлет. Çĕмĕрĕлме кай, çунсах кайтăр, манăн çамрак пуç çухалат. Якейк. Паян библиотекăра ларарах карăм (засиделся). См. Оп. иссл. чуваш. синт. II, 46, 64 — 67.

ĕрех

(Тюрл. ӧ̌рэ̊х, у др. ӧ̌рэх, э̆рэх'), первоначально душа? Рак. Ĕрехĕм вĕçрĕ = сехрем хăпрĕ (хăрасан калаççĕ). Я перепугался. || Спорынья (abundantia), син. перекет. Тюрл. Çил-арманĕ тыррăн-поллăн ĕрехне вĕçтерет. Ветряная мельница отнимает у хлеба спорынью, делает его неспорым. Аттик. Пичке пуçланă чухне кĕл-тумасассăн, тырă-пулă ăнми пулат, кĕрпе çăнăх ĕрехĕ вĕçет, пичкере сăра тăтхаса тăмаст, выльăх-чĕрлĕх ĕрчемест, теççĕ. Янтик. Паян çăкăрăн ним ĕрех те пулмарĕ. Сегодня хлеба много вышло. Сред. Юм. Япалана тыткала пĕлмесен, ĕрехне вĕстерет, теççĕ. IЬ. Ĕрех вĕçтерет, поступает не экономно. IЬ. Ĕрех вĕçет, уничтожается спорынья. IЬ. Тĕрлĕ-тĕрлĕ çын тыткаласан, япалан ĕрех вĕçет. IЬ. Ĕрехĕ вĕçрĕ. Моркар. Ĕрехĕ çок. Неряха?

ыр-хаяр

(х̚аjар), назв. духов. Аттик. Çĕрле çӳрекен ыр-хаяр, кăнтăрла çӳрекен ыр-хаяр, çакна ĕççе-çисе кайтăр. (Из наговора против «лăп-лап). Цив. Е... ха... мĕн!!! ыр-хаяр çакланнă-çке-мĕн сана! (Из записи А. Етрухина «Чăваш чирĕ», 2) Следующий отрывок взят из не оконченной рукописи М. В. Шевле «Авалхи чăваш ялисем» (1907 г.). Авалхи чăвашсем, Христос тĕнне кĕнĕ пулин те, хăйсен тĕнне хытă тытнă, ăна халĕрех-çих пăрахнă. Авалхи чăвашсем ĕненнĕ тăрăх пĕрех турă пулман, вĕсен турăсем тăхăр ушкăн пулнă, кашни ушкăнĕнче тăхăршар турă пулнă. Вĕсем пурте пĕртан пулман, первайхи ушкăнрисем аслисем пулнă, иккĕмĕш ушкăнрисем кĕçĕнтереххисем, виççĕмĕш ушкăнрисем тата кĕçнерехисем пулнă, такки çапа еречĕпе пынă. Тăта кашни ушкăнра уйрăм асли пулнă, ун хыçĕнчен кĕçнерехисем пулнă. Çапа ĕнтĕ пирĕн авалхи чăвашсен турăсем тăхăр ушкăн пулнă, кашни ушкăнĕнче тăхăр турă, мĕн пурĕ 81 турă. Вĕсен хушшинче аслисем, кĕçнисем пулнине астусан, вĕсем 81-те турă пулман пулмалла, вĕсен хушшинчен нăмайĕшĕ святой пеккисем, ангел пеккисем-çих пулнă пулмалла, анчах ĕлĕкхи вавашсем вĕсене пурне те пĕрле турăсем тенĕрен, эпир те турăсем тейĕпĕр. Кашни туррăн хăй пăхса тăракан япала пулнă: Акă вĕсем: 1) Таса пĕр турă, пуринчен асли. 2) Пӳлĕхçе, пĕр турăран кĕçни. З) Тур-Амĕш. 4) Пихампар, пĕтĕм çынсене пĕлсе тăракани. 5) Хĕрлĕ-Çыр пĕртак пурнарахпа Св. Николая пĕлтернĕ, ĕлĕк тем тăвакан пулнă, паллă мар. 6) Çĕр-Йыш. 7) Çĕр-Ашшĕ. 8) Çĕр-амĕш. 9) Çĕр Сулу, çĕре сулса парсан илекени. Кама та пулин çиленсен, илĕ вăрççан, таса çĕрте вăрçнине каçар, манан (siс!) ан шыра, çавăнтан кайса шыра тесе тухса çăнăх вĕçтернĕ. Иккĕмĕш ушкăнĕ. 1) Ывăл-хĕр çуратакая турă. 2) Ывăл-хĕр çуратакан амĕш. З) Ывăл-хĕр çуратаканăн Пӳлĕхçи, тоже пĕлсе тăракани. 4) Хунхаççи (так и в черновике рукописи), ӳсен япаласене хуяаттаракани пулнă пулмалла. 5) Хумхаççи, хумхантарса лартакани. 6) Вĕри хĕвелтен сыхлакани. 7) Çил-ашшĕ. 8) Çил-амĕш. 9) Тăвăл çил çӳретекени. Виççмĕш ушкăн. 1) Тыр-пул çуратакан турă. 2) Тыр-пул çуратакан амĕш. 3) Тыр-пул çуратакан Пӳлĕхçи. 4) Выльăх-чĕрлĕх çуратакан турă. 5) Выльăх-чĕрлĕх çуратакан амĕш. 6) Выльăх-чĕрлĕх çуратаканăн Пӳлĕхçи. 7) Вĕлле хурт çур такан турă. 8) Вĕлле хурт çуратакан амĕш. 9) Пӳлĕхçи. Тăваттăмĕш ушкăн. 1) Хăмла хăпартакан турă. 2) Хусанта аслă алăкра выртакан ырă. З) Сĕвере выртакан ырă. 4) Шупашкарта выртакан ырă. 5) Аслă (илĕ кив) киремет. 6) Аслă Киремет Ашшĕ. 7) Аслă киремет Амĕш. 8) Аслă киремет хаярĕ. 9) Тӳр-кĕлли. Хусанти, Сĕвери, Шупашкартн ырă, тесе, святой ӳчĕсене каланă пуль. Киремет тесе çынна тытса хутлакан турра каланă, вăл пит усал пулнă, ăна тул çăнăхĕнчен сарçупа çăрса юсман туса панă. Киремет хаярĕ, киремечĕ хушсан, пырса хутлакани пулнă. Тӳр-кĕлли тоже çавăн майли пулнă. Пиллекĕмĕш ушкăн. 1) Çĕнĕ киремет. 2) Çĕнĕ киремет ашшĕ. З) Çĕнĕ киремет амĕш. 4) Çĕнĕ киремет хаярĕ. 5) Çил çунач. 6) Çил хаяр. 7) Хĕвел ашшĕ. 8) Хĕвел амĕш. 9) Хĕвел çунач. Улттăмăш ушкăн. 1) Çĕр-шу кĕтен. 2) Уй пăхакан. З) Шыв вăтăш. 4) Итем сыхчи. 5) Хĕрт-Сурт. 6) Турă умĕнче çӳрекен. 7) Хĕрлĕ-Çыр ырри. 8) Кĕлĕ алăк умĕнче тăракан. 9) Кĕлĕ алăк уçакан. Çиччĕмĕш ушкăн. Ку ушкăнта таврари ырăсене асăннă, çавăнпа эп кунта хамăр таврари ырăсене çырап. 1) Хыçалти Аслă ырă. 2) Юнсарти ырă. 3) Шултрари ырй. 4) Уй пуçĕнчи ырă. 5) Кив масар. Кив масар тесе Йĕршер панчи, тĕне кĕмен чăвашсене чикнĕ масара калаç. Вăл масар халь те пур, унта вилнĕ çын тăпри çине лартнă тем пысăкĕш чулсем халь те мăкланса выртаç. Çав чулсем айне тухатакан çынсем, çӳçсем, кĕпе çухисем вăрттăн касса, тата урăх япаласем те пуçтарса кайса чикеç, теççĕ юмăç карчăксем. Таврари ырăсем тесе вак-твек турăсене каланă. Вĕсене парне памасăр юраман, вĕсем парне памасан çулта-йĕрте вĕсен тĕлĕнчен иртсе кайнă чух хăратса çынна чирлетме пултарнă, парне ларакана тĕрлĕ усалтан сыхланă. 6) Аслă-Вупкăн, выльăхсене пăхса тăнă. 7) Арçӳри. 8) яхăх (ярăх?), кĕсен-çăпан кăларакани пулнă, ăна воздушный (хĕрлĕ пилĕклĕ) пренĕк пăрахнă, хĕш-чух çуршар, чĕрĕкшер пуслăхсем или нухратсем парахнă. 9) Турă-Сулу, турра сулса панине илекен. Саккăрăмĕш ушкăн. 1) Чĕлпĕр тытакан. 2) Итем перекечĕ. З) Уй перекечĕ. 4) Перекет амĕш. 5) Перекет ашшĕ. 6) Перекет паракан. 7) Шултра алапа шыв ăсса килекен. Чӳк тума хур или путек пуснă. Пусас япалана малтан шыв сапса силлентернĕ, силленет пулсан, Ырă ăна пахил илнине, силленмес пулсан, пахил илменине пĕлтернĕ. Силлентерме сапакан шыва Шултра-алапа шыв ăсакани илсе пынă. 8) Тăваççи. 9) Тăтхаççи. Ку кайранхи ик ырă мĕн тăваканисем пулнине юмăç карчăксем те пĕлмеç. Тăххăрăмĕш ушкăн. Ку ушкăнти турăсем мĕн-мĕн ятлисене, вĕсем мĕн япаласене пăхса тăнисене пĕлекен çынна эп ку таранччĕн тĕл пулман-ха, çавăнпа вĕсем çинчен нимех те калама пуятараймастăп. Хам шухăшпа ку ушкăнта тĕрлĕ лăп-лапсене, кăçта килчĕ унта, пахчасенче-мĕнте пулнă йăрăхсене, киреметсене, ар-çӳрисене, ячĕсене каласа асăннă пуль, теп. Авалхи чăвашсен праçниксем те хальхисем пулман. Мун-кун та аслă кĕçнерни кун пулнă. Кашни эрнере вĕсен пĕр праçник пулнă эрне кун, хальхи вырсарни кун вырăнне. Тата чӳксем пулнă. Ак вĕсем: Тăхăр хуран, Çӳлти кĕлĕ, Вăрăм пăтă, Çич кас масарпе аснакан чӳк, Çĕнĕ-тыр-пул чӳкĕ, Хĕрт-сурт пăтти, Сăра чӳк, Вупкăн çӳк, Çăмăр чӳк. Авалхи чăвашсен хальхи поптавраш вырăнне кашни ялта, тĕрлĕ чӳк йĕркисене пĕлекен çын пулнă, ăна чăваш мулли тенĕ. Чăваш мулли ахал, çынах пулнă, ăна никам та суйламан, кам кĕлĕ-йĕркисене лайăхрах пĕлнĕ, çав мулла пулнă. Мулларан урăх, кĕлĕ йĕркисене пĕлекени юмăç карчăксем пулнă. Вĕсем çын чирлесен чӳксем тунă, арçӳрисене çакăр тураса пăрахнă, тухса киреметсене, йăрăхсене сулнă. Вĕсем уншĕн укçа е пĕр пĕр япала илнĕ. Чӳк тунă чух малтан алăка уççа, алăк'' патнелле пахса пĕтĕм турра асăннă. Мулла, калпакне хул-айне хĕстерсе, аллинче çимĕç тытса тăнă, унпа пĕрле ыттисем те хĕш чухне мĕн çимĕс те пулин тытса тăнă. Алăк патнелле пăхса кĕл туса пĕтерсен тин тур кĕтессинелле пăхса сăх сăхнă, унччен сăх сăхман.

иксĕл

(иксэ̆л’) убывать, уменшаться. Альш. † Пире курайман хĕр-çынсем куллен пĕри иксĕлччĕр. Баран 200. Кутузов тепĕр кун та вăрçасшăн пулнă, анчах çартан салтак нумай иксĕлнипе чакса кайнă. Чисосл. Таса тура амăшĕ пире иксĕлми ырăлăхне парат. Смол. Çăмăр çăвассине сиссен çырмари шыв иксĕлет. Чăвйп. Унтан вара, ĕçе-ĕçе, анкартинчи капанĕсем те иксĕле пуçланă. Сред. Юм. Иксĕлет — уменьшается количеством. Шурăм-п. Юр хĕвел ăшшине каймасть, çилпе иксĕлет. Пур çилпех пĕлĕт çине кайса иксĕлет. Дух. паст. Санăн аçу тăн-пуçран икеĕлсессĕн те, ан тиркештер ăна. Т. Исаев. Выльăхма-чĕрлĕхме турă сывлăхне, иксĕлмес тивлет парăсăнччĕ. Л. Кошки. Перекет! (божество) перекетне пар, иксĕлми тивлетне яр.

кивĕ уйăх

кив ойăх, ки ойăх, старый месяц. Чув. прим. о пог. 158. Кивĕ уйăх — старый месяц. Б. Олг. Çĕн ойăхăн тиркетпĕр пĕр пӳртлĕх юç касма, карта тума, çăнăх артма. Кирек мĕне те тиркетпĕр. Ки ойăхăн тата çӳç кассан, час çитĕнет. Çĕн ойăха тиркетпĕр, ки ойăхăн йорат. Тимĕрçе портă хорç хумашкăн каймастпăр — час катăлат. Çăнăх артма каймастпăр — перекет çок. Çĕн ойăхăн пор япалая тиркетпĕр. Тохăç çок, çăтлăх, теччĕ. Пӳрт лартсан, пĕрене час çĕрет; ки ойăхăн касас, теччĕ. Тырă акма тиркемесчĕ (= тиркемеççĕ). Н. И. И. Кивĕ уйăх — уйăх катăлсассăн; çĕнĕ уйăх — çĕнĕ тусан. IЬ. Кивĕ уйăх — после в дней; çĕнĕ уйăх — первые 8 дней (здесь противоречие).

Русско-чувашский словарь

банк

сущ.муж.
банк (укçа йышăнса усракан тата паракан учреждени); государственный банк патшалăх банкĕ; сберегательный банк перекет банкĕ; хранить деньги в банке укçана банкра усра ♦ банк данных даннăйсен банкĕ (компьютера хывнă информаци)

бережливость

сущ.жен.; (син. расчётливость, экономия; ант. мотовство)
перекет, тирпей; перекетлĕх, тирпейлĕх, пуçтарулăх; проявлять бережливость перекетлĕ пул

вклад

сущ.муж.
1. укçа-тенкĕ, укçа, хаклăх (банка хывни); вклады населения в сберегательном банке халăх перекет банкне хывнă укçа
2. (син. достижение) çитĕнӳ, ӳсĕм; вклад учёного в медицину ăслăхçă медицинăра тунă çитĕнӳ

выигрыш

сущ.муж. (ант. проигрыш)
1. выляв, выляса илни; денежный выигрыш выляв укçи
2. пайта, услам; выигрыш от экономии перекет пайти

накопление

сущ.сред.
перекет, пухнă укçа; у него есть большие накопления вал нумай укçа перекетлесе пухнă

сберегательный

прил.
перекет -ĕ; сберегательный банк перекет банкĕ

экономить

глаг. несов.
1. (син. сберегать) перекетле; экономить деньги укçа перекетле; экономить электроэнергию электроэнерги перекетле
2. (син. выгадывать) перекет ту, тăкака чакар, пайта кур; экономить на топливе топливо тăкакне чакар

экономия

сущ.жен.
перекет, пайта; перекетлени; экономия сырья чĕр тавар перекетлени; соблюдать экономию перекетлĕ пул; получить большую экономию средств укçа-тенкĕ нумай перекетле

Русско-чувашский словарь (1972)

изобилие

тулӑх, перекет, тулӑх пулни.

вклад

вклад 1. перекет кассине хунă е пĕр-пĕр ĕçе хывнă укçа; 2. пысăк çитĕнӳ; ценный вклад в науку наукăшăн паха ĕç.

сберегательный

сберегательная касса перекет касси.

Русско-чувашский словарь (1971)

вклад

м. 1. по гл. вложить 3; вклад денег в сберегательную кассу перекет кассине укçа хывни; 2. (внесённая сумма) хунă (е хывнă) укçа; 3. перен. (достижение) пысăк çитĕнӳ (наукăри).

вкладчик

м. вкладчик (перекет кассине укçа хуракан).

вложить

сов. что 1. (поместить внутрь) чик, чиксе хур; вложть письмо в конверт çырăва конверта чик; 2. перен. (посвятить кому-чему-л.) пар, парăн, пурăн (камшăн е мĕншĕн те пулин); мать всю свою жизнь вложла в детей амăшĕ пĕтĕм ĕмĕрне ачисемшĕн пурăннă; вложть всю душу пĕтĕм чунна пар; 3. (поместить для хранения, употребления) хур, хыв, яр; вложть деньги в сберкассу укçана перекет кассине хур; вложть средства в сельское хозяйство ялхуçалăхне (аталантарма) укçа-тенкĕ хыв; вложть в уста калаттар.

держать

несов. 1. кого-что, в разн. знач. тыт, тăрат, тытса тăр, усра; держать дверь на запоре алăка питĕрсе тăрат; держать больного в постели чирлĕ çынна вырăнпа вырттарса усра; держать под стражей хурал аллинче тытса тăр, хуралласа тăр; держать в тюрьме тĕрмере тыт, тĕрмере усра; 2. что (класть, помещать) тыт, усра; держать деньги в сберкассе укçана перекет кассинче тыт; 3. кого-что (владеть кем-чем-л.) усра, тыт; держать корову ĕне усра; держать лошадей лаша тыт; ◇ держать в памяти асра тыт; держать речь сăмах кала; держать экзамен экзамен тыт; держать корректуру корректура вула; держать своё слово сăмахна çирĕп тыт; держать себя хăвна ху тыт; держать чью-либо сторону кампа та пулин пĕр майлă пĕр шухăшлă) пул; держать язык за зубами чĕлхене çырт; держать ухо востро хăлхана çивĕч тыт; держать карман шире ан шан, ан кĕт; держать при себе (взгляды, мнения) хăвăн шухăшна ан пĕлтер; держать камень за пазухой см. камень; держать курс палăртнă çулпа кай.

достаток

м. 1. перекет, пехет, çитӳ, çителĕк, çителĕклĕх, тулăх пурнăç; жить в полном достатке тулăх ытлăн-çитлĕн) пурăн; 2. разг. (изобилие) илпеклĕх, ытлăн-çитлĕн пулни; 3. обычно мн. достатки разг. (доходы, имущество) ырлăх-пурлăх, пурлăх, мул, тупăш.

касса

ж. в разн. знач. касса; несгораемая касса çунман касса; сберегательная касса перекет касси; наборная касса набор касси; принять кассу касса йышăн; проверить кассу кассăна тĕрĕсле; заплатить в кассу кассăна тӳле; ◇ касса взаимопомощи пулăшу касси.

книжка

ж. в разн. знач. кĕнеке; интересная книжка интереслĕ кĕнеке; членская книжка член кĕнеки; сберегательная книжка перекет кĕнеки; положить деньги на книжку укçана кĕнеке çине хур; 2. анат. (у животных) кĕнеке, çĕрхут.

лежать

несов. 1. вырт; лежать на траве курăк çинче вырт; 2. (быть больным) чирлĕ вырт; лежать с воспалением лёгких ӳпке шыççипе вырт; 3. (находиться где-л., храниться) вырт, упран; книга лежит на столе кĕнеке сĕтел çинче выртать; деньги лежат в сберкассе укçа перекет кассинче выртать (е упранать); 4. (располагаться тем или иным образом) вырт; волосы лежат волнами çӳç кăтраланса выртать; 5. (быть расположенным) вырнаç, лар; город лежит на холме хула сăртра ларать; 6. (пролегать, проходить) кай, иртсе кай; дорога лежит через мост çул кĕпер урлă каять; 7. на ком, перен. (об обязанностях, заботах и т. п.) хуш; эта обязанность лежит на нём ку ĕçе ăна хушнă; ◇ лежать на боку хăяккăн вырт, нимĕн те ан ту; плохо лежит вăрлама пулать; душа не лежит к кому-чему-л. кăмăл туртмасть.

накопление

с. 1. по гл. накопиться; накопление знаний пĕлӳ пухни (е пухăнни); 2. мн. накопления (сбережения) перекет, перекетлесе пухни (е пуханни), накоплени; сверхплановые накопления планран ирттерсе перекетлени.

поместить

сов. 1. кого-что вырнаçтар, шăнăçтар; 2. что хур, хыв; поместить деньги в сберкассу укçана перекет кассине хыв; 3. что (опубликовать где-л.) пичетле, вырнаçтар; поместить статью в журнале статьяна журналта пичетле.

сберегательный

прил. перекет ⸗ĕ [⸗и]; сберегательная касса перекет касси.

сберкасса

ж. (сберегательная касса) перекет касси.

сберкнижка

ж. (сберегательная книжка) перекет кĕнеки.

текущий

прил. 1. (теперешний) хальхи, çак, ку, хальхи вăхăтри; в текущем году кăçал; текущий момент хальхи самант; 2. (повседневный) кулленхи, яланхи, кашни кунхи; текущие вопросы кулленхи ыйтусем; ◇ текущий счёт яланхи счёт (вкладчикăн банкри е перекет кассинчи счёчĕ); текущий ремонт вак-тĕвек юсав.

хранить

несов. что 1. (сохранять, беречь) упра, усра, сыхла, тыт; пăх; хранить деньги в сберкассе укçана перекет кассинче тыт; 2. (соблюдать) тыт, упра; хранить обычаи йăласене тытса пыр; хранить клятву тупа тунине ан ман; хранить в памяти асра тыт; хранить в сердце чĕрере упра; хранить молчание ан чĕн, ан шарла; хранить спокойствие лăпкă пул; хранить в тайне ан пĕлтер, ан кала.

экономия

ж. перекет, перекетлĕ пулни, тухăçлăх, экономи; экономия продуктов апат-çимĕçе перекетлĕ тытни; экономия денежных средств перекетленнĕ укçа-тенкĕ; ◇ политическая экономия политикăлла экономи.

Русско-чувашский словарь социальной лексики (2004)

банк

банк (укçа йышăнса усракан тата паракан учреждени); сберегательный банк перекет банкĕ; коммерческий банк коммерци банкĕ; центральный банк тĕп банк; международный банк тĕнчери банк

денежный

укçа -ĕ, укçа-тенкĕ -ĕ; денежная система укçа-тенкĕ системи; денежная оплата труда ĕçшĕн укçан тӳлени, ĕç укçи; денежные сбережения населения халăхăн перекет укçи; денежное обращение укçа-тенкĕ çаврăнăшĕ

накопление

перекетлев, перекет; перекетлени; фонд накоплений перекетлев фончĕ

сберегательный

перекет -ĕ; сберегательные банки перекет банкĕсем; сберегательные кассы перекет кассисем (1922—1991 çулсенне пулнă)

сбережения

перекет укçи, перекет; сбережения населения халăхăн перекет укçи

экономия

перекет; перекетлени; экономия электроэнергии электроэнергие перекетлени; режим экономии перекет йĕрки

Неологический словарь чувашского языка

пикенӳ

п.в. Тимлени, ăнтăлу, тăрăшу; пикенчĕк. Ăна аталантарма хăтлантăм. Мĕн тăвăн, пикенӳ ăнăçмарĕ. А.Аттил //ТА, 1988, 10 /, 62 с. Чăвашшăн пикенӳпе перекетТурă хушни те, йăла та, саккун та, çăлăнăç та, тупа та... Г.Волков // Х-р, 2.07.2002, 2 с. — танл., пикенӳллĕ ĕçле (ЧÇ, 1998, 14 /, 13 с.).

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

сăн

пит; кĕлетке. Эй Турă, пире ырăлăхлă пул, пире перекет пар, сăнна (питне) пире çутă хальлĕн тыт, çырлах пире [Пасхальнаяа 1882:31]; Эпĕ Никанора курсанах палларăм, мĕншĕн тесен Шăмалакра, йăмăкĕ панче, унăн сăнĕ (кĕлетки) пур [Архипов 1984:281].

См. также:

перекет касси Перекет паракан Перекет торри перекет туни « перекет. » перекетçĕ уй шăшийĕ перекетлĕ перекетлĕн перекетлĕх перекетле

перекет.
Свойства слова не указаны
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150