тĕлĕклен
то же, что тĕллен
тĕллен
1.
сниться
видеть сон, видеть во сне
эсĕ мана тĕлĕкре тĕллентĕн — я видел тебя во сне, ты мне приснился
кун пекки тĕлĕкре те тĕлленмен — такое и во сне не снилось
тĕллен
2. перен.
догадываться, соображать
смекать прост.
вăл ун çинчен тĕлленмест те — он об этом и не догадывается
тĕллен
3. перен.
нести чушь, вздор, молоть чепуху
мĕн тĕлленсе ларатăн? — что ты чепуху мелешь?
тĕллен
видеть сон, грезить. Лашм. Ай-хай, ай та миллай, хамăр савни тĕллĕнет-ши ăшă ăйхăнче. N. Патша ăнтан каят, тет, ку епле тупса килчĕ-ха эпĕ тĕлленнĕ лашана. Тайба Т. Ĕнтĕ ĕмĕр иртет, ĕмĕр иртет, каç выртса ир тĕлленнĕ ай тĕлĕк пек. || Бредить. Ст. Ганьк. Выртсан тĕлленсе аташса выртать (больной). || Предполагать; догадаться. КС. Ăна-ха вăл тĕлленеймаст те. Не имеет ни малейшей догадки о чем-либо. Кама 14. Ирт, лар кунталла. Мĕн тĕлленсе тăратăн унта урай варринче?
присниться
глаг. сов.
тĕллен, тĕлĕкре курăн; приснился страшный сон хăрушă тĕлĕк тĕлленчĕ
сниться
глаг. несов.
тĕллен, тĕлĕкре курăн; всё время снится один и тот же сон пĕрмай пĕр тĕлек тĕлленет
автомат
автомат (1. хăй тĕллен ĕçлекен аппарат; 2. автоматла хĕçпăшал).
грезить
несов. 1. (мечтать) ĕмĕтлен, тĕллен; грезить о счастье телее ĕмĕтлен; 2. (видеть во сне; бредить) тĕллен, аташ; грезить наяву çывăрмасăр тĕллен.
мерещиться
несов. кому-чему туйăн, сĕмлен, тĕллен.
померещиться
сов. курăн, туйăн, туйăнса (е курăнса) кай, сĕмлен, тĕллен.
привидеться
сов. разг. курăнса кай, куçа курăн, сĕмлен, тĕллен.
пригрезиться
сов. 1. (представиться в воображении) шухăшра курăн, сĕмлен, аса (е куç умне) кил; 2. (присниться) тĕллен, тĕлĕкре курăн.
присниться
сов. тĕллен, тĕлĕкре кур (е курăн); мне приснилось тĕлĕкре куртăм.
сниться
несов. тĕллен, тĕлĕк кур; мне снилось эпĕ тĕлĕк куртăм; ◇ и во сне не снилось тĕлĕкре те тĕлленмен.
тĕлĕк
«сон», «сновидение»; тĕлĕр «грезить»; «дремать»; тĕллен «видеть сон», «видеть во сне»; др. тюрк., др. уйг.. Зол. бл. тӳл, якут. тӳул, КБ, АФТ, кирг., ойр., тув. тӳш, узб. туш, к. калп., казах., хак. тӳс, ног. туьс, тур. дӳш, туркм. дӳйш, баш., тат. тӧш, уйг. чӳш «сон», «сновидение»; «грезы»; др. уйг. (еванг.) тӳл тӳшӓ, желт. уйг. тел тӳсе (чув. тĕлĕк тĕллен) «видеть сон»; ойр. тӳжен, хак. тӳзе «присниться»; «видеть сон»; ср. толкин «сон», «сновидение».
Тĕлĕк кур
Тĕлĕк кур [тĕллен] видеть сон.
Пĕчĕк ывăлăмçăм, çывăр, тутлă тĕлĕк кур. И. Ивник. Çывăрса кайсан, эпĕ тĕлĕк тĕлленнĕ. Юхма М. Каçхине разведкăра пулнă юлташсем, темле тĕлĕк курса, мăкăртата-мăкăртата çывăраççĕ. В. Алентей.
См. также:
тĕллевлĕн тĕллевлĕх тĕллевсĕр тĕллевсĕрлĕх « тĕллен » тĕллент тĕллентер тĕллеттер тĕлли-палли тĕлли-паллисĕр