Поиск: тӳпе

Введите слово для поиска

Область поиска:

Чувашско-русский словарь (1982)

йăлтăр

4.
совершенно, полностью, абсолютно
йăлтăр таса тӳпе — совершенно чистое небо

кăн-кăвак

очень синий, ярко-синий, синий-пресиний
кăн-кăвак тӳпе — ярко-синее небо
кăн-кăвак тутăр — синенький платочек

мачча

3.
зенит, небесный свод
тӳпе маччи — небесный свод
пĕлĕт маччи — небесный свод

пĕкрĕк

2.
конусообразный
пĕкрĕк тӳпе — конусообразный купол

пĕлĕтлен

покрываться, затягиваться облаками, тучами
тӳпе пĕлĕтленчĕ — небо затянулось тучами

пĕлĕтсĕр

безоблачный
пĕлĕтсĕр кун — безоблачный день
пĕлĕтсĕр тӳпе — безоблачное, чистое небо

сенкер

1.
голубой, голубого цвета
сенкер куçлă хĕр — голубоглазая девушка
сенкер тӳпе — голубое небо
тиреесчĕ ал çыххи — сенкер тĕслĕ шăрçа çук — фольк. мне бы нанизать браслет, да нет голубых бус

сенкерлĕх

голубизна
тӳпе сенкерлĕхĕ — голубизна неба

сырăн

3. страд.
покрываться, затягиваться, заволакиваться
тӳпе çăлтăрпа сырăннă — в небе высыпали звезды

тупă

пушечный, орудийный
автомат тупă — автоматическая пушка
йывăр тупă — тяжелое орудие
танк туппи — танковое орудие
тӳпе туппи — зенитное орудие, зенитка разг.
пĕчĕк калибрлă тупă — мелкокалиберное орудие
тупă расчĕчĕ — орудийный расчет
тупă звочĕ — артиллерийский завод
тупă кĕпçи— орудийный ствол
тупă снарячĕ — орудийный снаряд
тупă хӳри — станина пушки
тупăран пер — стрелять из пушки

тӳпе

1.
вершина
сăрт тӳпи — вершина холма

тӳпе

2.
крыша
пӳрт тӳпи — крыша дома

тӳпе

3.
свод, потолок
верх

блиндаж тӳпи — верх блиндажа
кăмака тӳпи — свод печи
çăвар тӳпи — небо

тӳпе

4.
макушка
темя

пуç тӳпи — темя
ура тупанĕнчен пуç тӳпине çитиччен пăх — оглядеть кого-л. с ног до головы

тӳпе

5.
верх (шапки), тулья
шлепке тӳпи — тулья шляпы

тӳпе

6.
верхняя балка (соединяющая стропила)
тӳпе хăрнă — верхняя балка подгнила

тӳпе

7.
небо, небосвод
сенкер тӳпе — голубое небо
тӳпере пĕр пĕлĕт те çук — на небе ни облачка

тӳпе

8.
зенит
хĕвел тӳпере — солнце находится в зените

тӳпе

9. перен.
зенит, совершенство
ăсталăх тӳпи — высшая ступень мастерства

тӳпе


тӳпи шăтăк — недотепа, придурковатый

тӳпе

II.

1.
доля, пай
ку манăн тӳпе — это моя доля
топливăра газ тӳпи ӳссе пырать — доля газа в топливном балансе возрастает

тӳпе

2.
паек
çăкăр тӳпи — хлебный паек

тӳпе

3. перен.
удел, участь, судьба
йывăр тӳпе — тяжелый удел

уçăл

9.
очищаться (от туч, льда)
вскрываться
тӳпе уçăлать — небо проясняется
юханшыв уçăлнă — река вскрылась

хупăрлан

5.
заволакиваться, затягиваться
тӳпе пĕлĕтсемпе хупăрланнă — небо заволоклось тучами

чакăр

II.

1.
светлый, светло-голубой
чакăр куç — светлые глаза
чакăр тӳпе — светло-голубое небо

чакăрлан

1.
сверкать, ярко сиять
тӳпе чакăрланса хăпарчĕ — небо засверкало

шăмал

заволакивать, затягивать (небо — о тучах, облаках)
заволакиваться, затягиваться (о небе)
пĕтĕм тӳпе шăмалса килчĕ — тучи обложили все небо

янкăр

ясно, чисто
янкăр уяр кун — ясный день
янкăр кăвак тӳпе — чистое голубое небо
çанталăк янкăрах уяртса ячĕ — погода совсем прояснилась

яп-янкăр

совершенно ясно, чисто
яп-янкăр тӳпе — ясное-ясное небо

çаптаркка

набивной
узорчатый

Пӳрт тăрринче çаптаркка кĕпе выртать. (Çăлтăрлă тӳпе). — загадка На крыше дома лежит узорчатая рубаха. (Звездное небо).

çăлтăрлан

1.
покрываться звездами
тӳпе çăлтăрланнă — небо вызвездило

çăлтăрлă

1.
звездный, со звездами
çăлтăрлă каç — звездная ночь
çăлтăрлă тӳпе — звездное небо

çурмалла

2.
половинчатый, половинный
полу
-
çурмалла ишĕлчĕк çурт — полуразвалившийся дом
çурмалла тупсăмĕ — половинчатое решение
çурмалла тӳпе — половинная доля

çутă

светло, ясно
çутă каçсем — белые ночи (на севере)
çутă кăвак — светло-синий
çутă костюм — светлый костюм
çутă тӳпе — ясное небо
çутă шыв — прозрачная вода
кунта çутă — здесь светло
Тĕрĕслĕх хĕвелтен те çутăрах. — посл. Правда светлее солнца.

çӳл

разг.

1.
высокий
çӳл тусем — высокие горы
çӳл тӳпе — 1) вершина горы 2) зенит

паек

паек (паллă вăхăтлăха паракан апат) ( см. тӳпе II. 2. )

хуплан

2.
заволакиваться, закрываться, застилаться (тучами, туманом и т. п.)
тӳпе пĕлĕтсемпе хупланчĕ — небо заволоклось облаками
хĕвел пĕлĕтпе хупланчĕ — солнце спряталось за тучи

тӳпе

4. уст.
часть деревни, околоток

уçă


çил уççи — обдуваемое ветрами мосто
тӳпе уççи — просвет в тучах
пĕлĕт уççи — просвет в тучах
чĕре уççи — радость для сердца, услада сердца
уçă сасăсемлингв. гласные звуки
уçă сыпăк — открытый слог
уçă çыру — открытое письмо (публикуемое в печати)
вăл уçах мар — он нездоров, ему нездоровится

Словарь чувашского языка

сикмĕрчĕк

шест у зыбки. Сред. Юм. Ача сăпки çакма тӳпе хăминчен авнакан йôман патак çапса яраççĕ, çавна сикмĕрчĕк теççĕ. Ib. Сикмĕрчĕк тесе ача сиктерекен патака калаççĕ. || Ухаб, нырок на зимней дороге. Сред. Юм. Сикмĕрчĕк тесе çол çинче çонасĕм, орапасĕм кĕрсе ларсан, торттарса кăларма канçăр вырăнсĕне калаççĕ. Ib. Сикмĕрчĕк тесе хĕлле çôл çинче çôна кĕрсе лармалла варака калаççĕ.

тӳпе

(тӳбэ, Пшкрт: тӧβӓ), вершина холма, бугор; возвышенность. ТХКА 114. Тусем тӳпинче шап-шурă юр. ГТТ. Тупе, холм с очень пологим склоном. Пшкрт. Вăл тухри тӧпинче тотар ханьă порăннă. Торп-к. Уйăн тӳпинче тăр, ялăн варринче пул. Эпир çур. çĕршыв 21. Уй тӳпинче, усрав вăрман çумĕнче Ванюшкасси ларать. N. Пушă хирти тӳпене илме сана халăхсен канашне хутăм. Б. Чурашево. Пĕр çухăрм чупсан, эпир уй тӳпине хăпартăмăр. Бреняш. учит. Ялта ял варинче тăр, уйра уй тӳпинче тăр. (Наставление старших при женитьбе). N. Палтайран тухсан, мăн çул татах уй тӳпинелле хăпарать. || Крыша строения. Зап. ВНО. Кĕлет тӳпи, пӳрт тӳли. Альш. Кĕлет тӳпине сирчĕç те, мана вĕренпе çыхса кĕлете антарса ячеç. Ib. Унтан пĕринне пăлтăрĕ тӳпине хыпнă, тет; ăна та час сӳнтернĕ (потолок или крыша). В. Тим. Ĕни витере, хӳри тӳпере. (Кăмака). Янорс. Эп пĕр çурт тӳпине васкаса хăпарса пăхрăм. || Потолок. || Свод печки. || Темя. Зап. ВНО. Пуç тӳпи. || Верхушка шапки. Ст. Шаймурз. † Кримски çĕлĕк, плис тӳпе. || Зенит. Персирл. Хĕвел тӳпеях çитет (поднимается почти в зенит). Сунч. † Çичĕ çăлтăрсем çитнĕ тӳпене, тăрсамăр-и çак ялăн ачисем. Султангул. † Чăн тӳпере çичĕ çăлтăр, çичĕ çăлтăр варринче çутă çăлтăр. N. Чи тӳпере çич çăлтăр, çиччĕ çавăрса каласан, сăвап пулать, тет. || Кр. Чет. Уйăх тӳпи, кульмин. точка (что это значит?).

тӳпе кашта

самая верхняя перекладина в строении. Около Тяберд. Тюрл. Тӳпе кашта, айăк кашти. Ст. Чек. Хăмалласкерсенĕн тӳпе кашта çинче выртакан пуçĕсене шулаппа витнĕ. Чăв. ялĕ 1927, № 5—6. Кĕтессене, упа-кучĕсене витнĕ чухне, тӳпе кашта çине кĕлтесене кучĕсене çӳлелле туса хураççĕ.

тӳпери кашта

то же, что тӳпе кашта. Ст. Чек. Тӳпери кашта — хачă тăррине хунă кашта.

Тӳпе-чик

назв. урочища. Н. Седяк. Тӳпе-чик (тӳпе — малая гора, чик — граница). Çак тăв пирĕн çĕр чиккинче, çавăнпа çапла каланă.

Тӳпе-хурăн

назв. урочища около с. Елховоозерная. Каша. Тӳпе-хурăн; унта хурăнсем пит нумай пулнă, тата ĕлĕк унта авалхисем чӳк тунă.

тӳпе шулап

жёлоб на коньке крыши. Чăв. ялĕ 1927, № 5—6. Тӳпе шулапа çирĕпрех тăваççĕ. Вăл тӳрĕ, чăнкă кирлĕ. Тюрл. Тӳпе шолапĕ.

тӳпе

доля, пай, часть. N. Уйăрăлсассăн, çак япалана сана тӳпе тăвас полать. N. Хам тӳпене илес ман. НАК. Эпир ăна сирĕн тӳпене те патăмăр. N. Вутă 4-шар чалăш турăмăр тӳпе пуçне. N. Тепĕр телянккă пор та, он çине те ерес, тит, тӳпипех. N. Халь киле каякансене виç тӳперен пĕр тупине тӳлеттереççĕ. Кан. Ывăл пултăр килĕнчен ача тӳпи, тата хăй тӳпи çурт шыраса халăх сутне парать (подает). Регули 1035. Тăват тӳперен ик тӳпи мана тиврĕ. В. Олг. Виç тӳперен çол, из третьей части косить. N. Çумри телей ертнипе ют ялта та пур тӳпе. СПВВ. Тӳпе = пай: çын тӳпине кĕреймен халь вăл. Изванк. Çав чĕрессенчен: пĕр чĕрессине упăшки валли, тепĕрне арăмĕ валли, виççĕмĕшне ача-пăча тупи теççĕ. Панклеи. Уйăракан пĕтĕм ачана (всех ребят) ик тӳпене уйăрать. Кан. Тивĕш ялĕнче вăрмана валеçнĕ хыççăн пĕр тӳпе ытлашши пулнă. N. Она атей сотнă чох каларĕ: пĕр ят тӳпи сана, терĕ. N. Пирĕн çаран е вăрман уйăрнă чух вунă ятпа пĕр тӳпе тăваççĕ. || Раз. N. Мантан икĕ тӳпе лайăх. Лучше меня два раза. || То, что причитается. N. Тата пособи укçи мĕн пурĕ виçĕ уйăх тӳпи 14 т. 70 п. и илтĕм. || Колос? Хурамал. Тӳпе тутлăхне туса пар. || Околоток, часть деревни. Сред. Юм. Пĕр тӳпе, çынни = пĕр кас çынни (живут не вдали). Тюрл. Пирĕн ялта олтă тӳпе; анат картиш тупи, йăлăм тӳпи и т. д. (деление деревни для удобства решения мирских дел). Янтик. Ялсенче халăхпа уйăрмалла япаласене малтан тӳпене уйраççĕ. Тӳпе тесе пĕр-ик уйăрнă кил ушкăнне калаççĕ: пĕр тӳпере аллă кил пулсан, вара ытти тӳпесенче те 50 кил. Хăш чухне халăх эреххи пулать, ун чух вара кашни тӳпене икшер четвĕрт-и, виçшер-и уйраççĕ те, кашни тӳпери çынсем пĕрле пухăнса ĕçеççĕ.

тӳпетĕр

неизв. сл. М. б. тӳпе-тер? Юрк. Тӳпетĕр, тӳпĕтĕр, тупери çăлтăр çутă-тăр. Бур. Тӳп тӳпетĕр, тӳпетĕр, тӳпери çăлтăр кăтра-тăр.

харпăр хăй

каждый сам. Ст. Яха-к. Çăварни ыран тенĕ чухне, шăматкун каç, çынсем пурте камăн мунча пуррисем мунча хутса кĕреççĕ. Харпăр хăйĕн мунча çуккисем çынăнне хутса кĕреççĕ. Авралий (б. Ставр. у.). Кĕрписене, пашалусене харпăр хăйĕх леçеççĕ (приносят туда). СПВВ. ИВ. Харпăр хăй = харам хăй. N. Ăна харпăр хăй çисе пĕтермелĕх пухăр. СТИК. Кашни çын харпăр хăйшĕн йĕретчĕ. || Каждый в отдельности. Вăл хăй вилнĕ чух ывăлĕсене харпăр хăйне пилленĕ. N. Харпăр хăвăршăн анчах ан тăрăшăр, ыттисемшĕн те харпăр хăйне тăрăшăр. Чхĕйп. Тата унта пыракан ытти çынсем та харпăр хăй пĕрер, икшер, виçшер çăмарта илсе пынă (приносили). Сборн. по медиц. Ачасенĕн пуринĕн те харпăр хăйне ĕмкĕчĕ. Кан. Кашни ялне харпăр хăй çумне вăрман парасшăн вĕсем. Ib. Харпăр хăй ăслă çынăн харпăрхăй тĕслĕ виçе. || Каждый сам по себе. Истор. Вара вĕсене харпăр хăй тĕрлĕ (каждый сам по себе) пурăнса, йĕркене ан пăсчăр тесе, çав уккас тăрăх усра пуçланă. N. Кашни харпăр хăй тĕрлĕ савăнаççĕ. N. Кашни вăхăтĕнче харпăр хăй тĕслĕ ĕç. || Свой, собственный. Сред. Юм. Пичĕшсен ӳчĕсен çôмне пуçĕсене çыпăçтарса, аппăшĕ тôтрине сôлларĕ, тет те, пичĕшсем порте çын пôлчĕç, тет, анчах пуçĕсем харпăр хăйĕн мар (головы перемешались), тет. СТИК. Харпăр хăй (или: хархам хăй) çемйинче. Ib. Харпăр хăй (или: хархам хăй) ачи-пăчи хăйĕнчен ытлашки мар (нужен). Ib. Кашни çын харпăр хăй ĕçне туса тăмалла. N. Пур кунта та, пур тĕлте те харпăр хăй ырă ĕçсем пур. Истор. Илсе пынă кайăксем пурте харпăр хăй йăвине тавăрăннă. N. Эпĕ тăван чĕлхепе вĕрентме юратарах паратăп, мĕшĕн тесен харпăр хăй чĕлхипе ăнлантарма çăмăлтарах. Самар. Кашнийĕн харпăр хăйин кĕнеки пулмалла. У каждого должна быть своя книга. Ib. Кашнийĕнех харпăр хăй кĕнеки пулмалла. N. Эсĕ те мĕн пуçтармалл не пурне те пуçтартăн, харпăр хăй вырăнне вырнаçтартăн. ТХКА 31. Кашни çыннăн пит шăлмашкăн харпăр хăйĕн алшăлли пулмалла. Туперккульос 16. Кашни харпăр хăй евĕрлĕ чирлет. Виçĕ пус. 5. Пур йăвăç-курăк та харпăр хăй майлă тăранса пурăнать. Капк. Камăн вĕренес килет, харпăр хăй вуттипе вĕренĕр, терĕ. Эпир çур. çĕршыв 9. Пахчара пире кашнине харпăр хăй тӳпе йăран параççĕ.

кăлтин

описка, вм. кăлттин. Подр. ритмическим движениям, в частности при игре на гуслях. Тораево. Лапин-лапин (чит. лаппин?) хур ури, кăлтин-кăлтин чĕп(ĕ) ури. (Çав пулать: кĕсле калани). Б. Нигыши. Кăр-кăр, кăрка сурăм, тӳпе сурăм тӳпемĕш, и... чу, карăк чу, кăлтин-кăлтин сиктерет: хăрхум!

тĕпе кашта

см. тӳпе кашта.

тĕпе шолоп

см. тӳпе шулап. Хорачка.

тĕпек

возвышенное место или возвышенность, происходит от слова тӳпе, верх или вершина. Рекеев. См. тӳпек. СПВВ. Икĕ йĕкĕт ут çулаççĕ, ян яраççĕ миллай тĕпеке. ЧП. Икĕ те йĕкĕт утă çулать, çутăлтарать миллай тĕпеке. Лашм. Икĕ кĕрен ут, пĕр çӳрен ут хăваласа пымасть тĕпеке. N. Икĕ кĕрен пĕр çӳрен, хăваласа пымаст тĕпеке (умлă хыçлă). Макка 91°. Ял тĕпекĕнчи урам. СПВВ. ЕХ. Тĕпек тесе çырман пуçланнă çĕрне калаççĕ. || Поляна. Хурамал. Тавралла вăрман пулсан, вăрман хушшинче уçланкă пулсан, çав уçланка тĕпек теççĕ. || Часть поля, вдающаяся в лес; при этом углы (мысы) леса, образующиеся по обеим сторонам „тĕпек“ при соединении его с полем, назыв. ката. НИП. || Назв. поля около К.-Кушки.

чаш

(ч’аш, цаш), подр. шипению. ЧС. Насвуспа сирпĕтеççĕ те, пĕренесем чаш! тăваççĕ. N. Çичĕ ютăн картишне хура юманпа çавăрнă, хура çĕлен илешнĕ, кĕрсессĕн те чаш тăвĕ, тухсассăн та чаш тăвĕ, епле тухса çӳрĕп-ши. (Хĕр-йĕрри). К.-Кушки. Хурăнлăхра çĕленлĕх, кĕрӳçĕн те чаш тăвĕ, тухуçăн та чаш тавĕ. N. Ютсен пахчи хăмăшлăх, хăмăшлăхра çĕленлĕх; кĕрсессĕн те чаш тăвĕ, тухсассăн та чаш тăвĕ. N. Ютăн картишĕ юманлăх, тухсассăн та чаш тăват, кĕрсессĕн те чаш тăват. (Хĕр-йĕрри). || СТИК. Витрене чаш! тутарчĕ (выплеснул воду из ведра). Сред. Юм. Пĕр витре шыв ăсрăм та, хыçалтан пырса чаш тутартăм. Букв. 1908. Вăл чарăнчĕ те кушакпа йытта шывпа чаш! тутарчĕ. Ст. Чек. Чаш тăкат, выливает сразу, с звуком. || N. Чăпăрккăпа чаш тутарат (ударяет). ПТТ. Хулăпа чаш тутарат (ударяет, на Сĕрен). Сред. Юм. Холăпа чаш тутарайчĕ пĕррĕ лашине, туххăм таçта каяйса кĕчĕ. Г. А. Отрыв. Чаш-чаш, чаша кĕлтия кĕлти, тӳп-тӳп, тӳпе кĕлтия кĕлти. (Тырă тӳни). || Ямаш. Чаш! чаш! Чашлаттараççĕ (час çораççĕ). {{anchor|DdeLink11929948977395}} || N. Вăл сăмсан чаш ӳсĕрсен çутă курăнать, ун куçĕсем çурăм-пуç çути пек. || Густо, как щетка. Орау. Ку çăмăр хыççĕн калчасам чашах персе тухрĕç. После этого дождя всходы взошли густые, как щетка. Ib. Çурăмăнче шăрчĕсем чашах (торчат, как щетина, у блохи).

шулап

застреха. N. Шулап, желоб, коим прикрывается крыша драниц. ЩС. Шулап, желоб на коньке крыши. СПВВ. ЕС. Шулап — çурт çумне улăм тăма тунă йăвăç. СПВВ. ЕХ. Шулап — пӳрт тăрне шыв каймантан, хăвăл япалана чавса, хуплаштарса хураççĕ. Сред. Юм. Шôлап тесе чĕренче витнĕ хôралтăн чăн тĕрне хоракан такана пик чавса тунă пĕренене калаççĕ. Ст. Чек. Шулапа кĕрешрен варрине ырса кăларса тунă. Хăмалласкерсенĕн тӳпе кашта çинче выртакан пуçĕсене шулаппа витнĕ. Б. Олг. Тӳпе шолап вырăнне хăма çапас. Тӳпе шолап çине хораччĕ сысна çил çĕмĕресрен, иккĕ ик енне хĕрри шолап хораччĕ (ку еккине пĕрре, леш еккине тепре). Образцы 81. Тĕренче витнĕ пӳрт çине шулап витсе кĕтĕмĕр. ЧП. Лапка-лапка юр çавать, шулап пуçне шуратать. Сала 182. Кăвак-кăвак кăвакарчăн, шулап тăрăх чупкалать. Ядр. Кăлтăрик-кăлтăрик кăвакарçин, шулап тăрăх кускалать; шулап вĕçне çитсессĕн, ик çунатне шарт çапать. Такмак. Вăл (кăркка) виçĕ çулта виççĕ çĕре анман, шав хуралтă тăрринче шулап тăрăх çунатне çапса вĕçсе çӳренĕ. Тораево. Карчăк çывăрса карĕ, тет, пӳрт шулаппи хытă чĕтĕренет, тет (от храпа). || СПВВ. КМ. Шулап, тес. || С горбинкой? Альш. Сăмса чăвашăн лапка, сайра кăна пулат шулап сăмсаллă çын. || В переносном смысле. СТИК. Çăмăлкка çынна, ăс кĕрсе çитмен çынна: кун шулапĕ витĕнеймен иккен-ха, теççĕ. Е çав çын умĕнчех ăна каламан пек пулса: аслăксене хуратул улăмĕпе витнĕ, теççĕ. Ухмахрах çын ку сăмаха хăйне каланине сисеймест, тек илĕртнĕ хыççăн каят. || N. Шулап, затылок косы, в других говорах — тăрши, çава тăрши. Якейк. Шулап, обух косы.

нуша

луженый. Собр. Тӳп, тӳп, тӳпе тимĕр, ăна пĕлмен нуша тимĕр. (Чиркӳ тăрри).

тӳпе кашта

(к̚ашта), tigna duo a summo cacumine utroque versus porrecta, inter quae tigna collocatum est хайчă пуканĕ. Тоскаево. Тӳпе кашта иккĕ пулать: пĕри хайчă пуканин пĕр енче, тепри — тепĕр енче. Брусьев, называемых тӳпе кашта, два: одан по одну сторону маковка (хайчă пуканĕ), а другой — по другую.

пӳрт

(пӳрт, пӳрт, Пшкрт: пӧрт), изба, дом. Вута-б. Пӳрт, изба. Части избы: тӳпе, крыша; урай, пол; мачча, потолок; мачча кашти, матка или матица; ыра, паз у матки и венцов, (также и столбов); урата кашти, перевод или переводина и пр.; хăма, доска; кĕтес, угол; сак, лавка; кăмака ырати (= урати), опечек; кăмака сакки, приступок; чăлан, чулан; сентре, полка; пулат, полати; пулат кашти, полатный брус; кăмака, печка; мăйра (= мăрье), труба; кăмака чĕрçи, шесток; питлĕх, заслонка; кăмака çăварĕ, чело нечки; карниц, заплечек; турă кĕтесси, красный угол; чашăк хумалли, посудница, куда у крестьян кладут блюда, ложки, вилки, ножи и пр.; тенкел, скамейка; карниц, карниз избы; чӳрече окно; чӳрече янаххи, косяки; чӳрече янах тăрри, верхняя подушка или наокошник; потушка, нижняя подушка, подоконник; кантăк рамĕ, рама окна; кантăк хашакисем, оконные поперечины, наличник; хачмак — личинка; чӳрече хуппи, закрой; сула, иглица; петле, петли; кантăк куçĕ, стекло окна; петле çекли, крюк. ЧП. Çĕр çĕклейми пӳрт ларттартăм. Орау. Пӳртри япаласене унталла та кунталла утса салатса пĕтерчĕ (разбросал вещи по комнате). Ib. Ĕне выртнă çĕре пӳрт лартсан, пӳрт ăшă пулать, тит. Хур ларнă çĕре лартсан, сивĕ пулать, тит. Ib. Пирĕн пӳрт туса пĕтермен-ха. У нас изба еще не отделана. Ib. Пӳрт хăпартма (чтобы поставить сруб избы) мăк кирлĕ. Изамб. Т. Унтан пӳрт ăш-чиккине тасататăп. Ст. Чек. Пӳрте кĕнĕ чухне алăкпа урана хĕстерсен, хăна килет, тет. Ib. Пӳрт тăрринче çур çăкăр. (Уйăх). ЧС. Унтан вара пăртак лартăмăр ĕнтĕ, атте çĕнĕ пӳртрен кив пӳрте чупса пычĕ те, темĕнскер кăшкăрса каларĕ. Курм. Пĕр пӳрте пăсăн та, йосимăн. Регули 612. Пӳрт пирĕн аттин (ат'т'ин) виççĕ пор. Ib. 18. Пӳрт питĕрмесĕр ма кайрăн. Ib. 42. Онăн онта порăнмалли пӳрт çок. Ib. 43. Он пӳрчĕ пор та, порăнмалли мар. Ib. 1341. Эпĕр çӳресе пӳртрен пӳрте (или: пӳртех). Ib. 1526. Ĕлĕк он пӳрчĕ те çокчĕ, халь вăл лайăх порнать. Собр. Пӳрт вăти çĕрĕнче юпа ларат: çуркунне лартаççĕ, кĕркунне касаççĕ. Пир юпи). Сред. Юм. Пӳрт пуçĕнчи хăмла çырли, пиçнĕ-пиçмен суйларĕç. ЧС. Лаша кӳлсен эпĕ лашана пӳрт умне илсе пытăм (подъехал к избе). СТИК. Пӳрт маси кайнă, потерял образ; говорят, когда в избе нет никакого порядка, сорно, грязно). Юрк. Атьăр халĕ, килĕрех, килĕрех; пит лайăх хăнамăр килет иккен, атьăр пӳртелле, тесе йăтса кĕме хатĕр пулса чĕннĕ пек чĕнет. ФТТ. Тĕлĕкре çĕнĕ пӳрт лартсан, пӳрт лартаканĕн хăшĕ те пулсан вилет. N. Пӳрте камсем тапак тĕтĕмĕ тултарнă. N. Хора пӳртри пак, чĕлĕм тĕтĕмĕ кăн-кăвак тăрать (надымили табачищем). Сред. Юм. Пӳрте шыв толтарни (фокус). Фокăс кораканни: пӳрте шыв толтараймастăр, тесе таллашсан, она тола кăлараççĕ те, алăк хăлăпне вăтпа питĕ пĕçерекен тăваççĕ те: но, кĕрсе пăх ĕнтĕ шыв толнине, теççĕ; лешĕ кĕнĕ чох алăк хăлăпне тытать те, аллине хăпалантарса ярать, çав вара фокăс полать. Хурамал. Тĕлĕкре пӳрт лартсан, çын вилет, теççĕ. Эпир çур. çĕршыв. 11. Вĕсем пӳртĕн йĕри-таврах. N. Унăн пӳртĕ (не «чĕ») çинчен витнĕ улăмне сĕтĕрсе антарнă. У него стащили с избы (с крыши избы) солому. Шăна чир. сарать 7. Чир саракан микробсем чирлĕ çын выртнă пӳлĕмре те пулаççĕ: урайĕнче, пӳрт пĕренисем çинче, шăтăк-çурăксенче, сĕтел-пукан таврашĕнче. || Входит в состав назв. селений. Золотн. 264. Виçĕ-Пӳрт-Шашкар, Çичĕ-Пӳрт. N. Виçпӳрт-Шăмарш, Ĕмпӳрт-Туçа и т. д.

катăртаттар

понуд. ф. от катăртат. Хурамал. Ан катăртаттар, тесе калаççĕ ачасем хăма çинче урапапа вылянă чух. Срвд. Юм. Кошăк-кайăк пӳрт тӳпинче тӳпе хăмине катăртаттарать. КС. Шăши сакайĕнче çăкăр хыттине катăртаттарать (грызет). N. Çав ачанăн пуçне мĕншĕн çуса ямаççĕ-ши: пĕрмаях катăртаттарса хыçса çӳрет. N. Çăкăр хыттине катăртаттарса хыртăм (скоблил).

Русско-чувашский словарь

безоблачный

прил.
1. (син. ясный; ант. облачный, пасмурный) пĕлĕтсĕр, уяр, таса; безоблачное небо таса тӳпе
2. (син. радостный; ант. печальный) савăк, телейлĕ, ырă; безоблачное детство телейлĕ ачалăх

верх

сущ.муж., множ. верхи и верха
1. (ант. низ) çи, çийĕ, тăрă, тăрри, тӳпе, тӳпи; верх дома çурт тăрри; на верху горы сăрт тӳпинче; наложить каши с верхом пăтта тӳпелесе тултар (чашăка)
2. (ант. изнанка) тул, тулаш, çи, çийĕ; шуба с суконным верхом пустав туллă кĕрĕк
3. чи пахи, чи ăсти; верх мастерства чи пысăк ăсталăх ♦ быть на верху блаженства чунтан килен; взять верх çиеле тух, çĕнтер

верхушка

сущ.жен.
тăрă, тăрри; тӳпе, шĕврешке; верхушка дерева йывăç тăрри

вершина

сущ.жен.
тӳпе, тăрă; вершина горы сăрт тӳпи; вершина дерева йывăç тăрри

высота

сущ.жен., множ. высоты
1. çӳллĕш; высота здания çурт çӳллĕшĕ
2. тӳпе; смотреть в высоту тӳпене тинкер; самолёт набрал высоту самолёт тӳпенелле çĕкленчĕ
3. (син. возвышенность) сăрт, ту, тӳпем; лесистая высота вăрманлă сăрт ♦ высота звука сасă çинçĕшĕ-хулăнăшĕ; быть на высоте тивĕçлĕ шайра пул

вышина

сущ.жен.
1. (син. высота) çӳллĕш; вышиной в дом çурт çӳллĕш
2. тӳпе; орёл парит в вышине ăмăрт кайăк тӳпере ярăнса вĕçет

голубой

прил.
сенкер, çутă кăвак; голубое небо сенкер тӳпе; девушка с голубыми глазами сенкер куçлă хĕр

гребень

сущ.муж.
1. (син. гребёнка) тура; деревянный гребень йывăç тура
2. хысак, тӳпе, виркĕс; гребень горы ту виркĕсĕ ♦ гребень петуха автан киккирикĕ

доля

сущ.жен., множ. доли
1. (син. часть) пай, вале, тӳпе; это ваша доля ку сирĕн тӳпе; разделить на равные доли тан пайсене валеç
2. (син. участь, судьба) шăпа, кун-çул, ăраскал; ему выпала счастливая доля ăна телейлĕ шăпа пӳрнĕ ♦ львиная доля чи пысăк пайĕ; войти в долю пая кĕр

звездный

прил.
çăлтăр -ĕ; çăлтăрлă; звёздная карта çăлтăр картти; звёздное небо çăлтăрлă тӳпе ♦ звёздный час ăнăçлăх саманчĕ

зенит

сущ.муж.
чăн тӳпе, пĕлĕт тӳпи (пуç тăрринчи чи çӳллĕ тĕл)

купол

сущ.муж., множ. купола
купол, тӳпе, тăрă (çавра формăлли); купол собора собор тăрри ♦ купол парашюта парашют куполĕ

макушка

сущ.жен.
1. тăрă, тăрри, тӳпе; макушка дерева йывăç тăрри
2. пуç тӳпи; шапка на макушке çĕлĕк пуç тӳпинче

небесный

прил.
1. (ант. земной) тӳпе -ĕ; пĕлĕт -ĕ; тӳпери, пĕлĕтри; небесные тела тӳпери кĕлеткесем, çăлтăр-планета
2. (син. голубой) сенкер, çутă кăвак

небо

сущ.сред.; множ. небеса
пĕлĕт, тӳпе; голубое небо сенкер тӳпе; взлететь в небо пĕлĕте вĕçсе çĕклен

освободиться

глаг. сов.
1. ирĕке тух, хăтăл, çăлăн; освободиться от предрассудков тĕшмĕшсенчен хăтăл
2. ирĕклен, ерç; я освобожусь через час эпĕ тепĕр сехетрен ирĕкленетĕп
3. от чего (син. очиститься) тасал, пушан; небо освободилось от туч тӳпе пĕлĕтсенчен тасалчĕ

пик

сущ.муж.
1. (син. вершина) тăрă, тӳпе, шĕврешке (сăрт тăррин)
2. хĕрӳ тапхăр, ĕç çийĕ; часы пик на транспорте транспорт ĕçĕнчи хĕру тапхăр

порция

сущ.жен.
тӳпе, пай; две порции жаркого икĕ тӳпе шаркку

прозрачный

прил., прозрачно нареч.
1. витĕр курăнакан, тăрă, янкăр; прозрачное небо ёнкăр уяр тӳпе
2. (син. явный) уçă, тӳрĕ, уçăмлă; прозрачный намёк уççăн вăлтса калани

содержание

сущ.сред.
1. усрав, тивĕçтерӳ; усрани, тивĕçтерни; содержание престарелых ватă çынсене усрани
2. тупсăм, пĕлтерĕш, содержани; рассказать содержание прочитанного вулани çинчен каласа пар
3. хисеп, тӳпе; содержание кислорода в воздухе сывлăшри кислород тӳпи
4. тупмалли (кĕнеке вĕçĕнчи кăтарткăч)

часть

сущ.жен., множ. части
1. (син. доля; ант. целое) пай, тӳпе, валĕ; разделять на части пайла, вакла; часть огорода занята под картофель пахчан пĕр пайне çĕр улми йышăнать
2. (син. деталь) пай, хатĕр (ансатти); запасные части запас пайсем; разобрать велосипед на части велосипеда пайăн-пайăн сӳт
3. (син. раздел) пай, уйрăм, сыпăк; роман в трёх частях виçĕ пайлă роман
4. (син. отдел) пай, уйрăм (учрежденин); учебная часть института институтăн вĕренӳ пайĕ
5. часть (çарта); воинская часть çар чаçĕ; авиационные части авиаци чаçĕсем ♦ части света тĕнче пайĕсем (материксем тата вĕсем çывăхĕнчи утравсем); части речи пуплев пайĕсем; это не по моей части эпĕ ку ĕçпе çыхăнман

чернеть

глаг. несов.
1. хурал, тĕттĕмлен, хуралса кай; ночное небо чернеет çĕрлехи тӳпе тĕттĕмленсе пырать
2. хурал, хуран курăн; вдали чернеет лес инçетре вăрман хуран курăнать

чистый

прил., чисто нареч.
1. (ант. грязный) таса; чистая посуда таса савăт-сапа; чисто вымыть пол урайне çуса тасат
2. (син. свободный, открытый) уçă, таса; чистое небо янкăр таса тӳпе ♦ от чистого сердца чун-чĕререн, тӳрĕ кăмăлпа; чистая прибыль таса тупăш; говорить чистую правду чăннине кала

элемент

сущ.муж.
1. элемент (ансатрах пайсене пайланман хими япали); периодическая система элементов элементсен периодлă системи
2. пай, тӳпе; русские элементы в чувашской лексике чăваш лексикинчи вырăс сăмахĕсен тӳпи
3. паллă; элементы романтизма в стихах сăвăсенчи романтизм паллисем
4. вăй; прогрессивные элементы общества обществăри прогрессивлă вăйсем

ясный

прил., ясно нареч.
1. (син. яркий, светлый, сияющий; ант. тёмный) çутă, янкăр, уяр, уçă, таса; ясное небо таса тӳпе; ясный день янкăр уяр кун; светлый месяц çап-çутă уйăх
2. (син. чёткий, отчётливый; ант. неясный, смутный) уçăмлă, курăмлă, кĕрет; уççăн; отсюда ясно видны горы кунтан сăртсам уççăн куринаççĕ
3. уçăмлă, ăнланмалла, уйăрмалла; ясный почерк уçăмлă çыру; мне всё ясно эпĕ йăлтах ăнланатăп

Русско-чувашский словарь (1972)

арка

арка (кантăк тăррисене, алак тăррисене, икĕ юпа тăррине пĕкĕпек çавăрса хитрелетсе тунă тӳпе).

доля

1. пай, валӗ; тӳпе; львиная доля пысӑкрах та лайӑхрах пайӗ; 2; шӑпа, кунҫул, пурнӑҫ, ӑраскал; счастливая доля советских детей совет ачисен телейлӗ шӑпи (кунҫулӗ).

верх

япалан çӳлти пайĕ, тӳпе, çи, çиел, тăрă; шуба с суконным верхом пуставпа туллатнă кĕрĕк; одержать верх, взять верх кама та пулин çӗнтерсе, çиеле тух; верх лицом месерле; верх дном пуçхĕрлĕ, ӳпĕнтерсе.

верхушка

тăрă, тӳпе; йывăç тӑрри; верхушка легких ӳпкен çӳлти пайĕсем.

вершина

1. тăрă, тӳпе; 2. перен. чи вăйлă аталанса çитни, чи çӳлти шай; это произведение — вершина творчества поэта ку поэтăн чи лайăх, чи паха произведенийĕ.

вспашка

суха, суха туни; весенняя вспашка çураки; зяблевая вспашка шăн суха, кĕрхи суха; вспашка в развал лапа суха; вспашка в свал тӳпе суха.

высота

1. çӳллĕш(ĕ); 2. çӳллĕ вырăн, тӳпем, тӳпе, сăрт.

вышина

1. çӳллĕш (ĕ); 2. тӳпе; в вышине çӳлте, тӳпере.

осыпать

кого, что чем несов., осыпать, -плю сов. 1. сап, сапса тух (ҫӑнӑх); небо осыпано звездами тӳпе ҫӑлтарсемпе витӗннӗ; 2. тӑк; деревья осыпали листья йывӑҫсем ҫулҫисене тӑкрӗҫ.

свод

1. пухă; свод законов законсен пуххи; 2. тӳпе; небесный свод пĕлĕт тÿпи.

пай

пай, вале, тӳпе.

холм

сăрт, тӳпе, тĕме.

Русско-чувашский словарь (1971)

безоблачный

прил. 1. пĕлĕтсĕр, уяр; безоблачное небо пĕлĕтсĕр тӳпе; 2. перен. лăпкă, тӳлек, телейлĕ; безоблачное детство телейлĕ ачалăх.

бледнеть

несов. 1. шурăх, шурал; шупкалан, çутăл; его лицо бледнеет унăн сăн-пичĕ шуралать; небо бледнеет тӳпе çуталса килет; 2. перен. каярах (е япăхрах, печĕкрех, шупкарах) курăн; их успехи бледнеют перед нашими вĕсен çитĕнĕвĕсем, пирĕннипе танлаштарсан, ним те мар.

верх

м. 1. çи, тăрă, тӳпе; забраться на самый верх чи тăррине хăпар; 2. (верхний этаж) çӳлти хут; занимать верх дома çӳлти хутĕнче пурăн; 3. (одежды) тул; шуба с суконным верхом пустав туртнă кĕрĕк; 4. мн. верхи (правящие круги) çӳлтисем; правительственные верхи правительствăрисем, правительство таврашĕнчисем; 5. (высшая степень) чи пахи, чи лайăххи; верх мастерства чи пысăк ăсталăх; брать (или взять) верх çиеле тух; одержать верх çĕнтерĕ; быть на верху блаженства ирĕлсе каясла килен.

верхушка

ж. 1. тăра, тӳпе; верхушка горы ту тăрри; 2. перен. разг. çӳлтисем, хуçисем, пуçĕсем; городская верхушка хула хуçисем (в пуçĕсем).

вершина

ж. 1. тӳпе, тăрă; вершина горы ту тăрри; 2. перен. чи çӳлти пусăм; быть на вершине славы чапланса çит.

возвышение

с. 1. по гл. возвысить(ся); 2. (место) тӳпе, сăрт, çӳллĕ вырăн.

воздух

м. 1. сывлăш; свежий воздух уçă сывлăш; сырой воздух чĕрĕ сывлăш; 2. (пространство над землёй) тӳпе, пĕлĕт, сывлăш; стая шумно поднялась в воздух кайăк кĕтĕвĕ шавлăн пĕлĕтелле çĕкленчĕ; на открытом воздухе уçă сывлăшра; на вольном воздухе 1) (вне помещения) тулта; 2) (вне города) хула тулашĕнче; носиться в воздухе палăр, сисĕн; бывать на воздухе уçăлса çӳре; выйти на воздух уçăлма тух.

вспашка

ж. суха, сухалани; осенняя вспашка кĕрхи суха; весенняя вспашка çурхи суха; зяблевая вспашка кĕрхи суха; вспашка вразвал лапа суха; вспашка всвал тӳпе суха; глубокая вспашка таран суха.

высота

ж. 1. (вышина) çӳллĕш; на высоте ста метров çĕр метр çӳллĕшĕнче; 2. (высь) тӳпе; солнце светит с высоты хĕвел тӳперен пăхать; 3. (возвышенность) сăрт, ту, тӳпем, çӳллĕ вырăн; 4. (величина, уровень) шай, виçе; высота техники техника шайĕ; ◇ командная высота çӳллĕ вырăн (ыттисенчен çуллĕреххи); быть (или оказаться) на высоте тивĕçлĕ пул.

высь

ж. 1. тӳпе, пĕлĕт тӳпи; 2. мн. выси тӳпесем, тăрăсем; горные выси ту тӳписем.

вышина

ж. 1. (высота) çӳллĕш(ĕ); 2. (высь) тӳпе; в вышине ни облачка тӳпере пĕр пĕлĕт татки те çук.

горизонт

м. 1. тавралăх, йĕритавралăх, инçет (куçа курăнаканни), горизонт; скрыться за горизонтом курăнми пул, куçран çухал; из-за горизонта появился пароход аякран пăрахут курăнса кайрĕ; 2. (небосклон) аякри тӳпе; на горизонте вспыхивают зарницы аякра шевле вылять; 3. перен. (круг знаний, идей, интересов) тавракурăм, пĕлӳ; мн. горизонты (круг возможностей) тавралăх, пуласлăх, малашлăх; перед ним открылись широкие горизонты унăн пуласлăхĕ аслă; (высота воды) шыв шайĕ; ◇ появиться на чьём-л. горизонте пырса тух, çитсе кĕр; исчезнуть с чьего-л. горизонта тухса кай.

гребень

м. 1. (гребёнка) тура; частый гребень вĕт тура; 2. тех. (приспособление для ручного прядения) тура; турахуп, майра хуппи; 3. (у птиц) тĕпек, тĕпеке, кикирик; петушиный гребень автан кикирикĕ; 4. (верхний край чего-л.) тара, хысак, шăрт; гребень горы ту шăрчĕ, ту хысакĕ; 5. (конёк) тӳпе, тӳпе кашта, тӳпе чус, тĕренчĕ.

доля

ж. 1. пай, тӳпе, вале; делить на равные доли пĕр тан пайсене уйăр; 2. (судьба) ăраскал, шăпа, телей; счастливая доля телейлĕ шăпа; женская доля хĕрарăм шăпи; львиная доля чи пысăк пай.

зенит

м. 1. астр. тӳпе, пĕлĕт тӳпи (пуç тăрринчи чи çӳллĕ точка); солнце в зените хĕвел пĕлĕт тӳпинче тăрать; 2. перен. (высшая точка развития) тӳпе; чи аталанса çитнĕ вăхăт; в зените славы мухтав тӳпинче.

зенитка

ж. разг. зенитка, тӳпе туппи.

зенитный

прил. 1. астр. тӳпе ⸗ĕ [⸗и]; зенитное расстояние пĕлĕт тӳпи инçĕшĕ; 2. воен. тӳпе ⸗ĕ [⸗и], зенит ⸗ĕ [⸗и]; зенитная артиллерия тӳпе артиллерийĕ.

львиный

прил. 1. арăслан ⸗ĕ [⸗и]; львиная шкура арăслан тирĕ; 2. перен. арăслан ⸗ĕ [⸗и], арăсланăнни пек; львиный зев бот. кăвакал пуçĕ, пыл курăкĕ; львиная доля чи пысăк тӳпе, чи лайăх пай; львиная грива çăра çӳç, кăпăшка çӳç.

макушка

ж. 1. (вершина) тăрă, тӳпе; макушка дерева йывăç тăрри; макушка горы сăрт тӳпи; 2. (верхняя часть головы) пуç тӳпи; шапка на макушке çĕлĕк пуç тӳпинче; ушки на макушке хăлхана чăнк тăратнă.

микроскопический

прил. 1. микроскоппа тунă; микроскопическое исследование микроскоппа тĕпчени; 2. чи вĕтĕ (е пĕчĕк), микроскопла; микроскопическое строение микроскопла тытăм; 3. перен. питĕ пĕчĕк, питĕ сахал, кăшт кăна; микроскопическая порция питĕ пĕчĕк тӳпе.

небесный

прил. 1. тӳпе ⸗ĕ [⸗и], тӳпери; пĕлĕт ⸗ĕ [⸗и], пĕлĕтри; небесные тела çăлтăрсем, планетăсем; 2. (о цвете) çутă кăвак.

небо

с. тӳпе, пĕлĕт; ◇ быть на седьмом небе çав тери савăнса кай; превознести до небес ытлашши мухтаса пĕтер; коптить небо см. коптить; между небом и землёй çĕрпе пĕлĕт хушшинче; под открытым небом çара çĕрте; попасть пальцем в небо тĕлсĕр каласа хур; как с неба свалился кĕтмен çĕртен килсе кĕр; (отличаться) как небо от земли сĕрпе пĕлĕт пек уйрăлса тăр.

небосвод

м. тӳпе.

небосклон

м. тӳпе хĕрри.

пай

м. валĕ, пай, тӳпе; получить свой пай ху тӳпӳне ил; принять в пай пая кĕрт; ◇ на паях пая кĕрсе.

перевес

м. 1. по гл. перевесить; 2. перен. çĕнтерӳ, çĕнтерӳлĕх, çи; перевес должен быть на нашей стороне эпир çиеле тухмалла; 3. разг. (излишек в весе) ытлашши тайни, юлнă тӳпе.

поднебесье

с. пĕлĕт, тӳпе.

посветлеть

сов. çутал, çуталса кай; небо посветлело тӳпе çуталчĕ; лицо его посветлело унăн пичĕ çуталса кайрĕ.

потолок

м. 1. мачча, тӳпе, путалăх; низкий потолок лутра мачча; 2. ав. тӳпе, çӳллĕш (хăпарнин, вĕçнин); ◇ брать с потолка туртса кăлар; плевать в потолок пĕçе тăратса вырт, пăлахая пер.

процент

м. 1. (сотая часть) процент; выполнить план на сто процентов плана çĕр процент тултар; 2. (доля, показатель) тӳпе, пай, хисеп, кăтарту; процент жирности молока сĕтри çу хисепĕ; процент выполнения плана плана тултарнин кăтартăвĕ; 3. эк. мн. проценты процент, услам; получать проценты услам ил; проценты с капитала капитал паракан услам.

светлеть

несов. 1. çутал, çутăл; светлеют небеса тӳпе çуталса килет; светлеет тул çутăлать; 2. перен. (о возникновении радостного состояния) уçăлса кай, тулса кил; на душе светлело чун уçăлса кайрĕ; 3. (виднетьсяо светлом, светящемся) курăн, курăнса лар (е тăр); çутал; месяц светлел на небе тӳпере уйăх çуталса тăнă.

свод

м. 1. пухă; свод законов законсен пуххи; 2. архит. çавра тӳпе, кӳме, свод; свод печи кăмака тӳпи; 3. перен.: небесный свод тӳпе, пĕлĕт тӳпи.

тулья

ж. тӳпе; шляпа с высокой тулей çӳлĕ тӳпеллĕ шлепке.

холм

м. тĕмĕ, тӳпе, сăрт; лесистый холм вăрманлă сăрт.

часть

ж. 1. (доля целого) пай; части тела ӳт-пӳ пайĕсем; часть дома пӳртĕн пĕр пайĕ; 2. (пай, доля) тӳпе, валем, пай; получить свою часть хăвăн тӳпӳне ил; 3. (раздел) пай, сыпак; роман в пяти частях пилĕк пайлă роман; 4. (отдел учреждения) пай; учебная часть вĕренӳ пайĕ; 5. воен. часть; воинская часть çар чаçĕ; ◇ большей частью, по большей части ытларах, пуринчен ытларах, час-часах; по части чего-л. тĕлĕшпе, тĕлĕшрен, енчен; части речи грам. пуплев пайĕсем.

шапка

ж. 1. (головной убор) çĕлĕк, калпак; 2. перен. (верх, верхушка) çи, тăрă, тӳпе; 3. полигр. (заголовок) ят, çĕлĕк; ◇ дать по шапке кому-л.) (ударить) янлаттарса яр, тăхăнтарт; 2) (прогнать) хăваласа яр; получить по шапке 1) (получить удар) хăлха чикки туян; 2) (получить увольнение) ĕçрен тухса сирпĕн; шапками закидать çĕлĕкпе персех çĕнтер; на воре шапка горит вăрă çинче çĕлĕк çунать; по Сеньке (и) шапка çӳпçи май хупăлчи, чухах.

эфир

м. уст. (высь) тӳпе, тӳпе уçлăхĕ; 2. (воздух) эфир (сывлăш уçлăхĕ); выйти в эфир эфира тух; 3. хим. эфир (час пăсланакан тĕссер шĕвек, унпа медицинăра, парфюмерире тата техникăра усă кураççĕ).

Русско-чувашский словарь социальной лексики (2004)

процент

1. процент, тӳпе, виçе (çĕрмĕш пайсемпе шутласан); процент участвовавших в голосовании сасăлава хутшăннисен виçи 2. проценты процент, услам; проценты с банковских вкладов банка хывнă укçа усламĕ; платить проценты по займам кивçеншĕн процент тӳле

Чувашско-татарский словарь (1994)

тӳпе

түбә (небо)

тӳпе

өлеш (доля)

Чувашско-эсперантский словарь

кăвак

[kvak]
blua, helblua, griza
кăвак тӳпе — blua ĉielo
кăвак пĕлĕт — griza nubo
кăвак çӳç — grizaj haroj
кăвак çырла — rubuso
blua bero
кăвакар — bluiĝi, purpuriĝi, griziĝi, ŝimi
кăн-кăвак — bluega, intensa blua
кăвакăш — ŝimo

çутă

[ŝjudo]
luma, luma, lume, brilo, brila
кăнтăр çути —taga lumo
хĕвел çути — suna lumo
çутă сӳнтер — forŝalti lumon
çутă кăвак — helblua
çутă тӳпе — klara, sennuba ĉielo
çутă шыв — travidebla akvo
çутă вăйĕ — lumforto
çутăл — tagiĝi, lumiĝi
çутат — lumigi
çутăлăх — lumeco
çутĕç — klerigo
çуткăч — ŝaltilo
çутлăх — lumigita loko
çут çанталăк — naturo, mondo, universo
çут çанталăк саккунĕсем —leĝoj de la naturo

Немецко-чувашский словарь Йоханнeса Бeнцинга (Benzing)

Himmel

pĕlĕt tüpi (tüpe)
пĕлĕт тӳпи (тӳпе)

Этимологический словарь чувашского языка (1964)

тӳпе

1. «небо», «зенит»; 2. «вершина», «верхушка»; «возвышение»; пуç тӳпи «темя»; др. тюрк. тӧпӓ «верхушка», «верх»; МК, Зол. бл. тӧбӧ, тӧбу «вершина горы»; АФТ, азерб. тӓпӓ, тур. тепе, уйг. тӧпә, узб. тепа, кирг., ойр., к. калп., казах., ног. тӧбе, карач. теппе, тат., башк. тӳбә, туркм. депе, кумык. тёбе «холм», «бугор», «пригорок»; «вершина», «макушка»; «темя»; тат., баш. тӳбәсе, тур. башын тепеси, узб. бош тепаси и т. д. «темя»; ср. перс. (тӓпе); вероятно, из тюрк. яз.

тӳпе

1. «доля», «пай», «часть»; 2. «часть деревни, находящаяся на возвышенном месте»; башк. тӳбә уст. «род»; позднее «территория, занимаемая отдельным родом»; тат. тӧбәк уст. «участок», «район». Существуют топонимические названия с тепе во второй части: Актюбинск = «город, расположенный на ак тӳбе, т. е. на белом холме»; в Туркмении: Теок-тепе, Алтын-тепеЖангиз ТӧбеКзыл-Тепе и т. д.

тӳпеле

1. «накладывать доверху», «класть выше краев сосуда»; 2. «бить», «колотить»; к. калп. тӧбеле «делить на отдельные кучи» (мясо); чаг. тӳпәлә, казах. тӧпе, ойр. тӧбӧлӧ, тат., башк. тӳбәлә, к. калп., кумык. тӧбеле «бить, колотить по голове»; тур. тепеле «убивать», «бить», «колотить до смерти». От тӳпе (см.).

Неологический словарь чувашского языка

агропромышленность

п.с. Производствăпа экономика тытăмĕ, ял хуçалăх продукцине туса илекенсен, тирпейлекенсен тата туянакан патне çитерекенсен çыхăнăвĕ. Халĕ çĕршывра пур районсенче те агропромышленность пĕрлешĕвĕсем туса хунă. К-н, 1984, 12 /, 2 с. Районти агропромышленноçра сирĕн тӳпе пĕчĕк мар. Г.Краснов, 1985, 49 с. Ыранагропромышленность комплексĕнче тата продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен професси уявĕ. ÇХ, 1997, 46 /, 1 с. Хальлĕхе Раççей агропромышленность комплексне ура çине тăратмалли çул-йĕр курăнмасть-ха. ХС, 2003, 83 /, 2 с. — агропромышленноç комплексĕ (Х-р, 25.07.2000, 3 с.; Ар, 2001, 6 /, 1 с.).

агропромышленноç

п.с. Производствăпа экономика тытăмĕ, ял хуçалăх продукцине туса илекенсен, тирпейлекенсен тата туянакан патне çитерекенсен çыхăнăвĕ. Халĕ çĕршывра пур районсенче те агропромышленность пĕрлешĕвĕсем туса хунă. К-н, 1984, 12 /, 2 с. Районти агропромышленноçра сирĕн тӳпе пĕчĕк мар. Г.Краснов, 1985, 49 с. Ыранагропромышленность комплексĕнче тата продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен професси уявĕ. ÇХ, 1997, 46 /, 1 с. Хальлĕхе Раççей агропромышленность комплексне ура çине тăратмалли çул-йĕр курăнмасть-ха. ХС, 2003, 83 /, 2 с. — агропромышленноç комплексĕ (Х-р, 25.07.2000, 3 с.; Ар, 2001, 6 /, 1 с.).

кăваклăх

п.с. Кăвак сĕм, кăвак талккăш; сенкерлĕх. Кăваклăхра курнать ик мачта. С.Шавлы, 1958, 80 с. Каçкӳлĕм канлĕн киленеççĕ çӳл тӳпери кăваклăхпа. Ю.Сементер, 1987, 5 с. Таçта лере, çăлтăрсем хушшинче курăнакан кăваклăхра, сип-сивĕ инçет хуçаланать. А.Емельянов, 1990, 55 с. Кăваклăхри çак сивĕ юр та чуна ыраттарса юлать. А.Т.-Ыхра, 2001, 76 с. — сĕм кăваклăх (Çеçпĕл М.); ирхи кăваклăх, хуп-хура кăваклăх, тӳпе кăваклăхĕ, инçет кăваклăхĕ (Хв.Агивер, 1984, 16 с., 48 с., 78 с., 109 с.); тăп-тăрă кăваклăх (П.Афанасьев, 1985, 22 с.); çурхи кăваклăх (ХП, 1990, 2 /, 11 с.).

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

тӳпе

пай. Юлташĕсем иккĕшех тепĕрин тӳпине те (пайне те) вырас тесе хытăрах ĕçлеме канаш тунă [Поучения 1904:16].

См. также:

тӳпĕксӳ тӳпĕлтĕк тӳпĕлтет тӳпĕлтеттер « тӳпе » Тӳпе çĕр тӳпе кашта тӳпе хăми тӳпе шăхран тӳпе шулап

тӳпе
Часть речи
Япала ячĕ
 
Фонетика
4 букв
 
Мягкое слово
 
Язык
По-чувашски
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org