ӳкĕнĕç
1.
раскаяние, сожаление
куçĕнче унăн ӳкĕнĕç пулнă — у него в глазах было раскаяние
ӳкĕнĕç
2.
досада
ӳкĕнĕçе хăвар — досадить кому-л.
ӳкĕнӳ
то же, что ӳкĕнĕç
ӳкĕнĕç
раскаяние, досада. Чăв. й. пур. 7. Эппин аван ĕçлерĕр ĕнтĕ, тенĕ. Акă ман сăмаха асăнăр та, кайран пулăр (чит. пулĕ), тенĕ; ӳкĕнĕçе юлатăр. Епле эсир шухăшламастăр, авалхи йăлана пăрахса, çĕнĕ йăла тăватăр? тенĕ. N. Вилĕм ӳкĕнĕçсĕр пулмас, теççĕ. (Послов.) СПВВ. Ӳкĕнĕç, ӳкĕнес. Çамрăк чухне вылляса юл, ӳкĕнĕçе ан юлтăр (чтобы потом не каяться). IЬ. «Ӳкĕнĕçе юлатпăр ― в убыток, разорение».
ӳкнĕç
(ӳк'н'э̆с'), то же, что ӳкĕнĕç. В отн. построения срв. опте, ватла-киле, татлать (т. е. татăлать) и др. Сред. Юм. Чипер шȏхăшласа тăвас пȏлать кȏ ĕçе, кайран ӳкнĕçе йȏлмалла ан пȏлтăр.
покаяние
с. ӳкĕнĕç, ӳкĕнӳ, ӳкĕнни; ◇ отпустить душу на покаяние ирĕке яр.
покаянный
прил. ӳкĕнĕçлĕ, ӳкĕнĕç ⸗ĕ [⸗и]; покаянные слова ӳкĕнĕç самахĕ(сем); говорить покаянные речи ӳкĕнсе калаç.
раскаяние
с. ӳкĕнĕç, ӳкĕнӳ, ӳкĕнни.
угрызение
с. пăшăрхану, пăшăрханни, ӳкĕнӳ, ӳкĕнĕç, ӳкĕнни; угрызение совести ӳкĕнсе асапланни.
ӳкĕнĕç
, ӳкĕнӳ «раскаяние», «сожаление»; КБ; Зол; бл. ӧкӳнч, тат. ӳкенеч, башк. ӳкенес, узб. укиниш, кирг. ӧкӳнӳч, казах. ӧкинӳ, к. калп. окиниш, ног. оькинуьв «раскаяние», «сожаление», «скорбь». От глагола ӳкĕн (см.).
См. также:
ӳкĕм ӳкĕмле ӳкĕмлев ӳкĕн « ӳкĕнĕç » ӳкĕнĕçлĕ ӳкĕнтер ӳкĕнӳ ӳкĕнӳллĕ ӳкĕнчĕк