тулдармыш — чувашская вареная колбаса, начиненная салом, мясом или кровью с крупой
назв. чув. колбасы, начиненной крупой, мясом, салом и, иногда, кровью. Ялюха М. ГТТ. Тултармăш пак тулса кайрĕ. СТИК. Така пуссан, унăн пырши ăшке пăри пăттипе така çăвĕ, ашĕ хушса, яшка çине ярса пĕçереççĕ те, яшкапа пĕрлех çисе яраççĕ. Сред. Юм. Тôлтармăш тесе пысăк пырша çупа, кĕрпепе, шывпа хутăш тултарса пĕçерсен калаççĕ. Янтик. Тултармăш тесе пыршă ăшне кĕрпе, çу ярса тунă çимĕçе калаççĕ. N. Толтармăша какайпа кĕрперен тăваççĕ (çуллă какайпа, кĕрпе нумай яраççĕ). Изамб. Т. Тултармăш ăшне кĕрпе яраççĕ, унта тата пăртак е какай, е шăн-çу тураса яраççĕ, ул вара хуранта пăтăпа пĕрле пиçет. Кудеснеры. Толтармăша какайпалан, кĕрпепе тăваççĕ. Ăна тума çӳхе пырша илеççĕ те, какая çĕçĕпе каскаласа тултараççĕ (в роде колбасы). Череп. Тултармăш — желудок животного, начиненный сырым салом и крупой желудок животного. Юрк. Тултармăш — ашран тунă çимĕç. Ib. Тултармăшсене ак çапла пĕçереççĕ: пуснă выльăхăн пыршипе çуса тасатаççĕ. Пĕр вĕçне çиппе çыхаççĕ, тепĕр вĕçĕнчен кашăкпа çулă аш татăкĕсем тултараççĕ. Тулсан, тепĕр вĕçне те çыхсан, хурана ярса пĕçереççĕ. Вомбу-к. Тултармăш пырши ăшне йонпа кĕрпе хотăштарса çуллă пыршă яраççĕ. Шӳрпе ăшĕнчех пĕçереççĕ. Сред. Юм. Тултармăш пырши, большие кишки.
тутырма
См. также:
тулта тултан тултар тултаркала « тултармăш » тултарттар тулти тулти урапа тулти урапа палчавĕсем тулти урапа стоякĕ