1.
поднимать
мачча çине тăпрас хăпарт — поднимать землю на чердак (для утепления)
иккĕмĕш хута хăпарт — поднять что-л. на второй этаж
кĕрĕк çухине хăпарт — поднять воротник пальто
йĕм пĕççине хăпарт — засучить штанины
хăпартмалли машина — подъемник
хăпартса ларт —
1) подсадить
ачана йывăç çине хăпартса ларт — подсадить ребенка на дерево
2) поставить на возвышенное место
рояле сцена çине хăпартса ларт — поднять рояль на сцену
хăпартса хур — затаскивать, взваливать, взгромождать
шкапа машина çине хăпартса хур — затащить шкаф на машину
2.
вскидывать, поднимать
куç харшине хăпарт — вскинуть брови
хулпуççине хăпарткала — пожать плечами
кăкăра хăпартса сывла — дышать, высоко вздымая грудь
3.
складывать
ставить
капан хăпарт — складывать копну
пура хăпарт — собирать, возводить сруб
пӳрт хăпарт — ставить сруб дома на мох
утă хăпарт — метать сено в стог
4.
повышать, поднимать
увеличивать
ĕç тухăçлăхне хăпарт — повышать производительность труда
культура шайне хăпарт — повышать культурный уровень
пурнăç шайне хăпарт — повышать жизненный уровень
пĕлĕве хăпарт — повышать знания
5. перен.
поднимать, улучшать
кăмăла хăпарт — поднимать настроение
6.
возвышать, возносить
ят хăпарт — возвеличивать чье-л. имя
ăна ытлашши хăпартса ячĕç — его слишком уж возносят
7.
натирать (мозоль)
алла хăпартрăм — я натер мозоль на руке
8. мат.
возводить
икке хăпарт — возвести в квадрат
виççе хăпарт — возвести в куб
степене хăпарт — возводить в степень
9.
с деепр. др. глагола выступает в роли вспом. глагола:
вĕрсе хăпарт — надувать
вĕрсе хăпартнă хăмпă — надутый шар, пузырь
йăтса хăпарт — затаскивать вверх
◊
сасă хăпарт — повышать голос
сехре хăпарт — перепугать, сильно напугать
çăмарта хăпарт — готовить омлет
понуд. ф. от гл. хăпар; поднимать. N. Атисем анчĕç те, хăваласа хăпартрĕç. Шарбаш. Хăпартмалли-антармалли (для того, чтобы пустить меньше или больше). N. Хăпартса пыр. Сред. Юм. Калас тесе чĕлхене те хăпартап, тата çапах чарнса тăрап. Чтобы говорить иногда и язык поднимаю, но потом опять удерживаюсь. N. Кӳрĕшсен ĕнер кĕлет хăпартрĕç (поставили сруб на место), витмеллех турĕç. Пир. Ял. Пӳрте хăпартнă чухне аялти йĕркисене смалас пулать. || Поднимать дух. Ск. и пред. чув. З4. Пăхса тăракан яшсене пĕтĕм халран вăл ярать, чунĕсене хăпартса ташламашкăн хĕтĕртет. Алших. Хусан лавкки таварĕ çинçе çынна хăпартат. || Поднимать зябь. Баран. 109. Сухаласа хăпартса хăварнипе çум курăкин тымарĕсем, тырра тивекен хурт-кăпшанкăсем шăнса пĕтеççĕ. || Вздувать. Кама 16. Пит çăмартине сывлăшпа вĕрсе хăпартать те аллисемпе параппана çапнă пек çапать. Кн. для чт. 85. Вăл çара уран пынипе урине хăпартса кăларнă. Изамб. Т. Лашине çаптара-çаптара хăпартса кăларнă (до того, что остались следы). N. Урасене хăпартса кăлариччен çӳрерĕм (разбухли ноги). || О тесте. Ала 75. Хăпартнă хăпарту пек, ларма кайнă хĕр пек. (Çарăк). || О почках. N. Çуркунне кунсем ăшăтса килнипе, хĕлле хура сăнлă курăнакан йăвăçсем те хĕрлĕ сăнлă курăнса хăйсен кăчăксене хăпартма пуçлаççĕ. || Оторвать. N. Кунтан час-часах хăпартас çок мана. Тайба. Хĕрсен хыççăн çӳресе атă кĕлине хăпартрăм. Байгул. Ашшĕпеле амĕшĕнчен хăпартмаллах килтĕмĕр (невесту). || Срывать. N. Çак кĕнекене уçса унăн пичечĕсене хăпартма кам тивĕçлĕ? N. Вăл ку кĕнекене уçса, унăн пичетне хăпартма пултарать. || Отлеплять. Юрк. || Начислять, набавлять. Кан. 4О кратуслине илсе пырать те 22 пус хăпартса сутать. Шурăм-п. Илсе каяканĕ пĕр пус хăпартрĕ. || Повышать (расход). Н. Сунар. Соколов çапла хăпартса пĕр тăват-пилĕк кунта 150 тенке çитерчĕ, тет. || Преувеличивать. N. Вĕсем суйса сăмахсене хăпартса калаçса. || Баран. 84. Каснă салмана (лапшу) çăмартапа хăпартса сарă-çу ярса çиет. || Употребляется в сочетании со словом сехĕр. N. Сехĕре хăпартса пурăнаттăмăрччĕ. Жили в постоянном страхе.
улăхтар. Афон тăвĕ çинче пурăннă пĕр святой çын тинĕс хĕрринчен çӳлĕ ту çине хăйĕн çӳрăмĕ çинче тул çăнăх миххисем хăпарта-хăпарта (улăхтара-улăхтара) пурăннă [Поучения 1904:13].
См. также:
хăпалантар хăпар хăпарăнчăк хăпаранчăк « хăпарт » хăпартăн хăпартла хăпартлан хăпартлантар хăпартлу