Поиск: алă - Чувашско-русский словарь (1982)

Введите слово для поиска

Область поиска:

Чувашско-русский словарь (1982)

I. (ал)
1.
рука
ручной
ал арманĕ — ручная мельница
алă ĕçĕ — ручная работа
ал лаппи  — ладонь
ал пичĕ — ладонь
ал тупанĕ — ладонь
алă пăчки — ножовка, ручная пила
алă протезĕ — протез руки
алă сехечĕ — наручные часы
ал сыппи — запястье
ал çупкăмĕ — кисть руки
ал çупки — кисть руки
ал туйи — трость, посох
ал туни — рука, предплечье
ал хурси — рука, предплечье
ал тӳрчĕ — тыльная сторона кисти руки
ал тӳртĕшĕ — тыльная сторона кисти руки
алăри ача — грудной ребенок
алăран алла — из рук в руки (передавать)

алă вĕççĕн —
1) рукою, руками, вручную
алă вĕççĕн çапăç — биться врукопашную
2) с рук
алă вĕççĕн сут —продавать вразнос, с рук

алă витĕр пăх — смотреть, прикрывая глаза рукой
алă пар — обмениваться рукопожатием, подавать руку для приветствия
алă тыт — обмениваться рукопожатием, подавать руку для приветствия
алă сиктер — вывихнуть руку
алă çуп — хлопать в ладоши, аплодировать
алăпа çыр — писать от руки

алла вĕрен — 1) привыкать к рукам (о ребенке) 2) приручаться (о животном)
алла вĕрент — 1) приучать к рукам (ребенка) 2) приручать (животное)
алла ил — 1) взять на руки 2) забрать в свои руки
алла кĕр (лек)  — попасться в руки к кому-л.
алла пар — дать в руки
алла тыттар — вручить
Вутăн алли вăрăм. — посл. У огня руки длинные.
Вăррăн алли илет те пĕвĕ çĕклет. — посл. Вор берет руками, да расплачивается боками.

алли йывăр — у него тяжелая рука
алли çăмăл — у него легкая рука
алли кĕске — руки коротки (сделать что-л.)
алли кукăр — нечист на руку, вороват (букв. у него рука кривая)
алли пырни — каждый, кому не лень
алă май — подходящий момент, удбоный случай
ал майлă — подходящий, сподручный прост.

алă мар
1) некстати
пире унта кайма алă мар — нам некстати туда идти
2) не подходит
несподручно прост.
ку пире алă мар — это нам не подходит

алă çаврăнăшĕ
1) досуг
алă çаврăнăшĕпе туса пар-ха — сделай-ка это на досуге
2) сноровка
унăн алă çаврăнăшĕ çук-ха — у него еще нет сноровки

ал çемми ĕç — посильная работа
алă тулли — милый, хороший, ненаглядный (о ребенке — букв. заполняющий руки)
алă тымарĕ —  пульс
алă хушши — обсевок (оставшееся незасеянным место при ручном севе)
алă кĕçĕтет — руки чешутся
алă пус — подписаться, поставить подпись
алă сул — махнуть рукой на что-л.
алă çап — ударить по рукам, заключить сделку
алă çĕкле — поднять руку на кого-что-л.
кам çине аллуна çĕклетĕн эсĕ? — ты на кого поднимаешь руку?

алă çĕкленмест — рука не поднимается на кого-что-л.
алă çитмест — руки не доходят (сделать что-л.)
алла варала — пачкать руки
алла пăх — прийтись ко двору
вăл аллине усрĕ — у него опустились руки
алла усса лар — сидеть сложа руки
алла ӳкер — залучить кого-что-л., овладеть кем-чем-л.

алă хур
1) ударить кого-л.
2) наложить на себя руки, покончить жизнь самоубийством
3) положить начало чему-л.

алăран кайтăр — с рук долой
2.
почерк
аллине палласа илеймерĕм — я не узнал его почерк
ку унăн алли мар — это не его почерк
II.
то же, что аллă 2.

См. также:

ал-арманĕ ал-ура ал-хапăл ал-хапăлта « алă » алă çĕкле алă çавăрăнăçĕ алă çавăрăнăçлă алă çавăрăнни алă çанни

алă
Свойства слова не указаны
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150