п.с. 1. Пĕр-пĕр çынна ыттисенчен уйăракан паллăсен пĕрлĕхĕ; сăпат(лăх). Манăн та упранасчĕ, питĕ те упранасчĕ санăн ăшунта, санăн чунунта. Санăн тулăх та пехетлĕ пайăрлăхунта. А.Назул, 1981, 30 с. Сăнарсене калăпланă чух [Б.Чиндыков] ... сайра е пĕртен-пĕрре анчах тĕл пулакан паллăсене шырать. Урăхла каласан, типлăха мар, пайăрлăх мелне кăмăллать автор. Ю.Артемьев, 1991, 72 с.
— ВЧС, 1971, 254 с.
2. Уйрăм çын пурлăхĕ; харпăрлăх, супинкке. Çак пуянлăх пире пĕр тӳлевсĕр тивĕçнĕ. Çавăнпах çак пайăрлăха, пуянлăха, ним хака хумастпăр. Д.Гордеев //Х-р, 6.06.2000, 4 с.
— Егоров, 1936, 326 с.
См. также:
пайăркаллă пайăркан-пайăркан пайăрки-пайăркипе пайăркка « пайăрлăх » пайăрла пайăррăн пайăрт пайăт пайан