(с’ых), вязать, завязывать, связывать, привязывать. Б. Яныши. Мишавай часрах сăмса тутрипе эрех ярса çыхса ярчĕ. Ст. Шаймурз. † Хрантсуски явлăк пур, тетĕр, пĕрте çыхса тухса тухмастăр. Кан. Унтан тункатисем çине тăрăх та, урлă та шертесем лартаççĕ, вĕсене вĕçĕнчен çыхса лартаççĕ. Скотолеч. 14. Ыратакан урине скипидарпа кантăр çăвĕ хутăштарса сĕрес пулать те, ăшă япалапа çыхса лартас пулать (лошади). N. Çав вăхăтра пĕр матрос карап хыçне çыхса янă кимĕ çинче пулнă. ТХКА 116. Çыхса пынă сулă юхса каясран, пысăк тымарсемпе сулла пĕр йывăçран кăкартăмăр. || Вязать (чулки, кружева). Микушк. † Шур курнитса умĕнче майра чĕнтĕр çыхать. Шибач. Çыхнă ĕçлĕк, вязанка. Сред. Юм. Çыхнă пиçикки, пояс. Ib. Çыхнă шапка, вязанная шапка. Алешк.-Сапл. † Сар хăмăшран маяк çыхаççĕ, сар хăмăшран маяк çыхмасанччĕ. || Пеленать.
См. также:
çытма çытма тавар çытсă Çытук « çых » çыхă çыхăн çыхăнăвĕ çыхăнтар çыхăну