Поиск: вил - Словарь чувашского языка

Введите слово для поиска

Область поиска:

Словарь чувашского языка

умирать; дохнуть. Чăвашсем. Чăвашсем, çын вилсен, тăвакан йăла. Чăвашсем çын вилсен: ача вилсен те, пысăк çын вилсен те, чунĕ тухсанах, часрах чĕрĕ çăмарта ывăтаççĕ, ăна хĕвел тухăçĕ енелле ывăтаççĕ. Вăл çăмартана ак мĕншĕн ывăтаççĕ: çăмартана, çĕмĕрлесрен хăраса, епле çепĕç тыткалаççĕ, çын чунĕ те çавăн пек çепĕç пурăнмалла çĕре кайтăр, теççĕ. Çав çăмарта пек числанса пурăнмалла пултăр, теççĕ. Унта(н) вара, çăмарта ывăтсан, вилнĕ çын кĕпине çурса кăлараççĕ; ăна ахаль, хывса илмеççĕ, умăнчен çурса, сăкман пек хываççĕ. Ăна: çынăн чунĕ пӳлĕнсе ан тăтăр, уçă çĕрте çӳретĕр, тесе, çапла хываççĕ. Унта(н) çынна çума шыв ăсма каяççĕ; унта виççĕн каяççĕ, пĕри малтан курка тытса пырат, тепĕри вăта çĕртен хуран тытса пырат, (тата) тепĕри кайран витре тытса пырат. Унтан вара çав курка çине те, хуран çине те, витре çине те, шыв тултарса килеççĕ. Вăл шыва хуранпа çакса ăшăтаççĕ те, вара çынна çума тытăнаççĕ. Ăна хăшĕ хăй çемйипех çăват, хăшĕ тытса çутараççĕ. Ăна çăваççĕ супăньпа, пĕри çуса тăрат, унти çынсем пурте пĕрерĕн-пĕрерĕн шыв яраççĕ; ăна, куркана тытса, тӳртĕн яраççĕ. Унтан, çуса пĕтерсен, вара тумлантарма тытăнаççĕ. Малтан тăхăнтараççĕ кĕпе-йĕм, унтан сăкман, пиçиххи çыхаççĕ, алса, калпак тăхăнтараççĕ те, вырттараççĕ вара; унтан пĕри тупăк тăват, пиллĕкĕн-улттăн алтма каяççĕ. Тупăк туса пĕтсен, ăна илсе кĕнĕ чух пӳртри çынсене пурне те тула кăлараççĕ, пӳрте пĕр çын та хăвармаççĕ. Тупăк хыççăн вара пурте кĕреççĕ. Вăл тупăка илсе кĕнĕ чух тула тухмасан, пӳрте юлакан вилет, тет, вара. Унта çынна тупăк çине вырттараççĕ; ăна вырттарнă чух, çынна тупăк тĕлне тытса, виççĕччен: ан хăра, ан хăра! тесе, суллаççĕ те, вырттараççĕ вара. Унтан, пупа илсе килсе, кĕл-тутараççĕ; пуп кĕл-туса кайсан, часрах вут хутаççĕ те, икерчĕ пĕçереççĕ, тата пĕр чăх пусаççĕ; унтан, икерчĕ пиçсен, хывса тăкаççĕ те, тупăк патне пырса, сасă кăлараççĕ: йĕп пек çĕр çурăлчĕ, йĕп тухрĕ, сан тĕлĕнчен кун пĕтрĕ, тесе. Çапла тусан, вара пытарма илсе каяççĕ; пытарма илсе тухиччен, кăмакара чул хĕртеççĕ, ăна вара хапхаран илсе тухсанах, çав хĕрнĕ чула вăсем хыçĕнçен ывăтаççĕ. Вăл чула: ырă усал сирĕлтĕр, кунта ан юлтăр, хăйпе пĕрлех кайтăр, тесе, ывăтаççĕ. Масар çинче, шăтăка янă чух, тупăка шăтăк тĕлне тытса, виççĕччен: ан хăра, ан хăра! тесе суллаççĕ те, вара шăтăка яраççĕ: ярсан малтан çĕр пуçланă чух хăпартса хунă тăприне: пил ту, пил ту, тесе пăрахаççĕ. Унтан вара тăпра ишеççĕ. Тăпра ишсе таптасан, çав шăтăк умне вут чĕртеççĕ, хăйсем пурте, умлă-хыçлă тăрса, шăтăк йĕри-тавра виçĕ хут çавăрăнаççĕ; çавăрăнса çитсен: эпир сана асăнах тăрар, эсĕ пире ан асăн, теççĕ те, вара, каналла пĕртте çавăрăнса пăхмасăр, утаççĕ. Унтан, киле çитсен, алăк умăнче çав пытарма пынисем пурте пичĕсене-куçĕсене çуса кĕреççĕ. Вăсем кĕнĕ тух, пӳртрисем пурте тула тухаççĕ, вара вăсем хыççăн кĕреççĕ. Унтан вара çав çĕр пуçлакана, тупăк тăвакана пĕрер тутăр параççĕ. Хĕр-арăм вилли пулсан, пурне те пĕрер тутăр параççĕ. Çапла парсан, вара икерчĕсем те, хай пуснă чăхха та хыва-хыва çиеççĕ. Çисе тăрансан вара: хуйхăр харам пултăр, тесе, тухса каяççĕ вара. Ун чух хыçалтан ăсатма тухмаççĕ вара. Унтан вара тепĕр каç: çиччĕшне тăватпăр, тесе, пĕр сурăх пусса, тата икерччĕ пĕçерсе хываççĕ. Тата та пумилкке тăвиччен, кашни эрне-каç хывса тăкаççĕ. Пумилкке тăвас уммĕн, эрне-каç, мунчна хутаççĕ те, пур ăратнесемпех мунча кĕреççĕ. Унта çав вилнĕ çынна тухса кăшкăраççĕ: мунча кĕме кил, тесе. Мунчаран ытти çынсем тухсан, пĕри кая юлат та: вилнĕ çынна мунча çапатăп, тесе, милкĕпе лапка çине çапат. Унтан: ак сан шыв, ак милкĕсем, тесе, лапка çине шывпа милкĕсем хурса хăварат. Киле таврăнсан вара, сурăх пусаççĕ, пĕр чăхă пусаççĕ те, тата икерчĕ пĕçереççĕ. Аш пиçсен, икерчĕ пиçсен вара: сан(а) юлашки эрне-каç тăватпăр, тесе, хыва-хыва çиеççĕ вара. Çапла тусан, шăмат-каç пумилкке тăваççĕ, е тунти-каç тăваççĕ. Чăвашсем тирпейсĕр вилнĕ çынна масара чиктермеççĕ; шыва кайса вилни, çакăнса, çапса пăрахни пулат-и унта, вăсене масара чиктермеççĕ, ун пеккисене масарă чиксен, çумăр та çумаст, тырă та пулмаст, теççĕ. Ăнсăртран масара чикнĕ пулсан та, ăна вăрттăн кăларттараççĕ. Пĕлтĕр кукша Кĕркурийĕ çакăнса вилнĕ, тет; ăна çемйисем, çынна систермесĕр, пупа кĕл-тутарттарнă, тет те, масарах çикнĕ, тет. Ăна вара кайран сиссе: çумăр çумаçт тесе, масартан кăларса, çӳле урăх тĕле чикнĕ, тет. Ун пеккисене чикекен вырăн урăх тĕле тунă, унта ĕнтĕ эп астăвасса пилĕк çын чикрĕç. Çав Кукша Кĕркурийĕне масартан кăларса тикме харсăр çынсене пĕр витре эрех те виçĕ тенкĕ укçа панă, тет халăхпа. Зап. ВНО. Хĕрсĕр хирте вилмен, ывалсăр вăрманта вилмен. (Послов.). Т. М. Матв. Вилнĕ, тенине: тăвар сутма кайнă, теççĕ. Вместо того, чтобы сказать: «умер», говорят: „отправился торговать солью“. N. Пĕр çын çĕрле тухнă та тула, чут хăраса вилсе кайман (чуть-чуть не умер). N. Кайран ашшĕ те вилес пулчĕ, тет. Юрк. Ашшĕ виле пуçланнине илтсен... Услыхав что умирает отец. Етрух. Чăваш вилсен, епле тирпейлесе пытарни. Чăваш вилес уммĕн хăйне кам çумаллине каласах хăварат: тупăкне кам-кам тумаллине, тата шăтăкне кам-кам чавмаллине, е малтан юратнă çынна çĕр пуçлама. Унта хай çын вилет; уна çăвакансем шыв ăсма (каяççĕ). Пĕри хуранне çĕклет, тепри витрине илет, тепри алтăрне илет; каяççĕ вара çăл вутне. Унта вара, витрипе ăсса, хуранне тултарать, тата алтăрне тултарать, вара витрипе ăсать. Пурне те тултарсан вара, çăл кутне виçĕ сĕвем çĕлем-çип (= çĕлен-çип) вĕçĕмрен чăсса (= тăсса) пăрахаççĕ; уна пăрахнă чухне калаççĕ: эй, пиллетĕр; çулĕ чипер, канăçлă пултăр; чунĕ çак çип пек тӳр çулпа канлĕ вырăна кайтăр! — Вара çав виçĕ савăчĕпе те шыв ăсса тавăрнаççĕ. Вучаххине пысăк хуран çакса, пур шыва та унта яраççĕ, ăшăтма; çăвма тытăнаççĕ. Вилĕрен кĕпине çурса хываççĕ, вара пĕри шывне ярать вилĕ çине, иккĕшĕ çăваççĕ. Çăвсан, уна таса шурă кĕпе тăхăнтараççĕ, вара тупăкне вырттараççĕ. Вара унта мĕн пур çынна 3 сĕвем çĕлем-çип параççĕ: çулĕ ăнтăр, (тесе). Вара, нумай-и, сахал-и вăхăт иртсен, чиркӳне пӳртрен илсе тухаççĕ; пӳртне пĕр çын та юлмаççĕ, пурте ăсатма кил-картине тухаççĕ. Унтан, ăсатса ярсан, каллех пурте пӳрте кĕре-кĕре тухаççĕ. Хĕр-арăм вилсен, кăмака умне хуран çаккине пыра-пыра пăхаççĕ: сулланмасть-и? Ĕлĕк, хăй пурăннă чуне, хуран çаккине, ир тăрсан та, каç пулсан та, уна тытман кун иртмен те-ха; мĕн тăвăпăр ĕнтĕ? Калаççĕ уна. Виле илсе тухсан, унăн чунĕ хуран çаккинчен усăнать пулать вара; вилесем уна темĕн чухлĕ йышлăн тытса тухаççĕ пулать, вара хуран çакки сулланать пулать, теççĕ. Пурте, çавна пăха-пăха тухса, килĕсене кайса пĕтеççĕ. Арçын вилсен, алăк патĕнче ярхах пулать, çав йăрхахран уснать пулать унăн чунĕ. Унтан вара çапла тата шăтăка янă чухне: ан хăра, ан хăра! теççĕ. Тăприне ярса пĕтерсен, аякка саланнине питĕ тĕплĕ пуçтараççĕ; ун тăприне лайăх пуçтармасан, хăйне пуçтарттарать, теççĕ. Вара, çапла ĕçлесе пĕтерсе, тавăрнаççĕ: калла ан çавăрăнса пăхăр, теççĕ. Калла çавăрнса пăхсан, çав çын хăй çулталăкчен вилет, теççĕ. Унтан таврăнсан, мунча кĕреççĕ. Мунчара ăш памаççĕ; çавăн ĕçне тунисем кăшĕ (= хăшĕ), астумасăр, ăшши чул çине парсан, тепри уна калать: мĕн-ма ăшши патăн? виле лери тĕнчере вĕтелеççĕ, тет, Вара вăл хăй калать: ах, астăвмарăм-çке эпĕ! Часрах пĕр курка сив шыв ăсса, алăкне чашт! сапать; вара виле вĕтеленĕ çĕртен сивĕтрĕç, тет, пулать. Çапла калаçаççĕ ваттисем. Орау. Вăсам кушака чĕррине пуçтараççи, вилнине (так!) пуçтараççи? — Ăна-кăна пăхмаççĕ, чĕррине те виллине (так!) те пуçтараççĕ. N. Ăстан вилен-ке? Макка 187. Вилнĕ çын çулĕ — нитки, бросаемые после смерти человека. Сред. Юм. Пĕрре Атăла кая парса, вилес сĕртен йолнă-ха еп (избавился от смерти); тепĕр кайсан, тôхаймастăл поль вара. Сала 71. Ача калах вилес пек макăрма пуçларĕ, тет. Зап. ВНО. Вилес карчăкпа кайăс хĕр пек (намек на сказку). Истор. Иванăн çар-пуçлăхĕ Курбский, хăй ушкăнĕпе вĕсем патне кайса, вăрçа пуçланă та, лешсем вилекеннисем вилнĕ, мĕн юлнă пеккисем вăрмана тарса пĕтнĕ. N. Вилекен хуралçă, покойный караульщик. Альш. Тата пурăнсан, старикки вилме патне çитет, тет. N. Вилме пуçтарăннă çын, умирающий. N. Вилме каян (каякан) пуйса килнĕ, пуймă каян (каякан) вилсе килнĕ, теççĕ. Юрк. Вилме-кайĕ (= вилин)! Так что же, если он умрет! Янтик. Вилнĕ çынна чĕртмелле ку! (Çĕçĕ е пуртă пит мăка пулсан çапла калаççĕ). Альш. Вилнĕ-вилмен выртат. Находится в опасном положении (больной). Ib. Вили-вилми выртат. Находится в безнадежном положении (больной). Б. Яуши. Пӳртрисем пурте вилнĕ пекех çывраççĕ, тет (спят мертвецким сном). Орау. Хĕнесе, вилнĕ пекех тунă. Хĕнесе, вилес патнех çитернĕ. Избили до полусмерти. Ядр. † Ай, çырлахах, карчăксем, шăтарас пек пăхаççĕ! — вилнĕ шапа куçĕпе вилнĕ сурăх кĕлетки. Юрк. Эсир вилнисемшĕн ан хуйхăрăр ĕнтĕ. Вы уж не горюйте об умерших. N. Кăмака çинче выртнă çĕртрех вилсе кайнă. Хăр. Пăль. 8. Вилсе порăнни-мĕн эсĕ çак таранччен? Ты что, мертвым, что-ли, был до сих пор? N. Мĕн тăвас тен ĕнтĕ, эсĕ: упăшку вилсе карĕ, ачу-пăчусем çук? — Мĕн тăвас тен, вилĕ тухнă йăлисене иртсерсен качча каймалла пулĕ, теп. Юрк. Хăйсем пурăннă-çемĕн вилеççĕ, пĕтеççĕ (= вилсе пыраççĕ). N. Эпĕ хам хĕрĕме çичĕ арçынна çитиччен патăм, анчах çиччĕшĕ те, ун патне кĕрсен, туй каçах (= каçех) виле-виле выртрĕç. Орау. Эсĕ вилним, ачу мĕн тунине курмастăн? Что ты, умер, что-ли, не видишь, что делает ребенок. Сред. Юм. Шыв хĕрĕнче пĕр-май ашкăнса çӳренĕшĕн шывва кайса вилме-чĕ кô! Актай. Хĕр ачи, çĕррине тăхăнсанах, вилсе выртрĕ, тет. Орау. Вилмесппех (так!) вилсе карĕ (умерла со словом: „вилместĕп“). Ib. Вилĕпин, вилеп, урама таттармасп (= таттармастăп). Якейк. Хытă çилейсен, ваттине те çамрăккине те: и-и, вилме маннă пуçна! теç (чтобы тебе околеть!). Ib. И, вилнĕ корак (или: сысна, или: сорăх, или: çын)! çана тăвимастăн! Слеп. Хăнча вилĕн-ши! (брань). Ib. Вăл вилсессĕн, виçĕ мăшăр çăпата çĕтесчĕ манăн, онтан йолсассăн! N. Виличченех чăваш чĕлхипе асапланчĕ. Якейк. Вилчĕ-вилçех! Все-таки выполнил желанне умереть! Сред. Юм. Вилет, 1) умирает, 2) очень страдает, 3) очень любит. Якейк. Апат çиса (ударение падает на слово „çиса“) вилмелле! (пища очень вкусна). СЧЧ. Эпĕ астăвасса тата пнрĕн пĕр ача чирлерĕ те, вилессе çитрĕ. Курм. Вилсе тохса карăн, йолашки санă çорта çути кăтартатпăр. Карине-малтине ан шокăшла. Эпир асăнар, эс ан асăн. Пиршĕн (-пирĕншĕн) торра кĕл-кĕле. Алан, улăм, эп аланма калам; аланмасăр ан порăн, чипер аланса порăн, чипер ĕçлесе порăн, çăпатуна ту. Халăхран ан уйăрăл, халăха ер. СПВВ. ПВ. Вилнĕ чунăмпа анчах кăласра лараттăм (трусил). N. Вилес пек (до упаду) кулаççĕ, ахăраççĕ, ташлаççĕ, сиккелеççĕ. Исп. Вилес пек ӳсĕрĕлеччен ĕçмерĕн-и? Кан. 1928, № 149. Карчăк хальхи вăхăтра вилес пекех (при смерти). N. Виç эрнерен мунча кĕтĕмĕр те, çан-çурăм канса вилнĕ пек пулчĕ (тело разомлело от бани). Туперккульос 33. Кун-каçа вилес пек (до изнеможения) кăçкăраççĕ. N. Урăх ачасем пухăнчĕç те, кулса вилеç (хохочут до упаду) ачаран. Юрк. Чăнласах та кунта пуринчен те кулса вилмелле-çке! Абаш. Конта ӳксе вилĕн! Здесь разобьешься (напр. на льду). В. Олг. Соташшăн вилеччĕ (вилеççĕ). Страшно хотят продать. Ч. С. Эпир аннепе макăрса вилетпĕр анчах (горько плачем). КАЯ. Акка урнă йăтă айĕнче макăрса вилет (так и плачет). Çĕнтерчĕ 33. Пирĕн вилмест. Вилмелле тăватпăр-и вара? || Потерять чувствительность. Альш. Нумай эрех ĕçекенĕн çăварĕ вилет, мĕн сыпнине сисми пулат. || Увянуть (о растениях). N. Паянхи вĕрипе çĕрĕк (вечор) сапман копăстасĕм чистах вилсе пĕтнĕ.

См. также:

виктори викторина виктория викунья « вил » вил выйпĕрĕ вил писсĕрĕ вил пӳлĕççи вил сутăски вил хывни

вил
Часть речи
Еçхĕл
 
Фонетика
3 букв
 
Мягкое слово
 
Язык
По-чувашски
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org