Поиск: ир - Словарь чувашского языка

Введите слово для поиска

Область поиска:

Словарь чувашского языка

(ир), утро; утром. Быт. I. Каç пулнă, ир пулнă: пĕр кун пулнă. Ир пулчĕ. Наступило утро. N. Карĕ-карĕ, тет, хай старик, ир тăрса, каçчен çаплах карĕ, тет. Пухтел. Кăçал çуркунне ир килчĕ. Нынче весна наступила рано. IЬ. Кăçал çуркунне ир килмерĕ (н. поздно). IЬ. Ир тухса, каçчен çаплах туптарнă (ехал на лошади). тет. Рег. 1477. Ир килет те, каç килет. Коракыш. Тепĕр ир çинче, на другое утро. М. Яуши. Ир пусан, по наступлении утра. IЬ. Тепĕр ирне, на другое утро. СТИК. Вăл паян ирех сыпрĕ, кĕлĕрен тухасса та кĕтмерĕ. Он выпил сегодня очень рано — не дождался конца церковной службы (т.-е. обедни). Трехбалт. Ир авăтакан куккук кукша пулать (ĕçне тумасăр малтан ан мухтан). Сред. Юм. Эпĕ паян кĕлле иртерехех (совсем рано) кайрăм та, ирхинех çитрĕм (успед к заутрене). N. Пĕр такăнсан (если споткнешься), ирччен, теççĕ. Уж оно если не везёт, так не везёт. (Послов.: за одной неудачей — другая). Сред. Юм. Ир тăракан тулă пĕрчи тупнă, тет. (Послов.). Ист. Ире хирĕç (к утру) Мстислав пиччĕшне çĕнтернĕ (разбил). Актай. Ку арăм тепĕр ирне тăчĕ, тет те, васкаса каять, тет. И. Седяк. Ир авăтакан куккук кукша пулнă, тет. Рег. 1475. Ир вăл тăчĕ, ора сырчĕ, апат çирĕ, томланчĕ, вăрмана кайрĕ. Рег. 308, Якей. Эп кортăм она ир. Рег. 635. Чан çапнине ир илтрĕм; ир чан çапнине (ирхи чан çапнине) илтрĕм. Орау. Çывăрма выртма ир халь; выртман пуль-ха, каям. Лечь сейчас еще рано; вероятно, еще не лёг — пойду. 1-ая кн. для чт. 1912, 21. Пиччесем иккĕшĕ те ирех вăрмана вутта кайсаччĕç. Мана ирек пулчĕ. † Иртен ĕçе каç тухать (бессмыслица?). N. Эпир пĕре çулахи ир ирех хамăн юлташпа Çавал (р. Цывиль) хĕрне пулă тытма карăмăр. Сюгал-Яуши. Çулла пĕр лайăх ир эпĕ ирех тăтăм та, пусма илсе, пулă тытма карăм. † Порçăн тоттăр çавраки каç полттипе вĕлкĕшет, ир еннипе (к утру) лăпчăнать. Актай. Ир çинчен (на утро) хуçи анчĕ лапка патне, итлекелесе тăрать. Тим.-к., Якей. Тепĕр кунне ир çинче кĕтӳне хăваласа уя тухрĕ. IЬ. Ир çинчен сĕчĕсене суса хăварчĕç, тет те, вугă çиме кайрĕç, тет. СПВВ. «Ир çинче вм. ирхине». Тим.-к. Ир çинче хуçа ыйăрне пăхнă, анчах çук пулнă (его не было). Б. Хирлепы. Вара кукша, ир çине тăрсан, йытă çурине çав ихерче пачĕ, тет. Яргуньк. Ир çине яван пăхать те, çырмара пĕр вар хушшинче выртать, тет. N. Пĕр праçник ир çинче эпĕ çытармаран тавăрăвтăм. Бес. чув. 14. Тата çавăнтах пĕчĕкçĕ кӳлĕ те пурччĕ; унта эпир, ачасем, ир пуçласа каçчен, аппаланаттăмăрччĕ. N. Ир çинчен тăртăмăр та, пирĕн кăнтăрла çитнĕ. Рег. 1374. Халь иртерех (еще рано, рановато) полать, эп каймастăп. Юрк. Атăл кĕркунне ир (рано) шăнсан. Никитин. Арăмĕ: ир пуйрăмăр-ши, каç пуйрăмăр-ши? тесе, хĕпĕртенĕ. Хуйхă. Мĕншĕн иртерех çитмерĕн? Почему ты не приехал раньше? Якей. Иртен илсе, каçчен, с утра до вечера. Шибач. Тепĕр конне тăрчĕç (встали) ир çинчен. С. Ирех сиксе тăчĕ (вскочил). Ир. Сывл. 27. Хĕвел иртен ир тухать.
(ир), скалить (зубы). Сред. Юм. Мĕн шăлна ирсе тăран! (говорят тому, кто понапрасну смеется). V.S. Шăла ирсе пăрахас. Тюрл. Мĕн шăла ирсе тăратăн?
(ир), разминать, давить, растворять. К. С. Уммана ирсе çырăмăр. Мы ели картофель, размявши его. Букв. 1908, 7. Анне тăвар ирет. Мама растворяет соль. Рукоп. Календ. 1908. Шывсăр пĕçерсе, иреççĕ. Юрк. Кĕленче тирке çинче ирĕпĕр (ягоды). Пазух. Сĕт çинче те сахар та, ай, иреймĕп, ирсессĕн те çынна та, ай, систермĕп. Ст. Чек. Сурăх пăхĕ тум-хаяртан аван, теççĕ; ватса, шывпа ирсе, ĕçтереççĕ. КС. Тăпра катăкне урапа (ногою) ирсе пăрахрăм (раздавил). IЬ. Такам ку калтана урипе ирсе пăрахнă. Кто-то раздавил ящерицу, так что нутро вышло наружу. СТИК. Ĕне пăхĕ çине иртĕм. Я наступил на коровий помёт. || Разводить (краску). || Месить. Изамб. Т. Чуста ирсе (или: юрса) лартаççĕ.
(ир), неизв. слово, м. б. тат. «муж». Отсюда: ир-çеме, семья (=кил-йыш). Хĕн-хур.
неупотр. слово, откуда: ирсĕр (см. на своем месте).

См. также:

ипподром Ипрахим ипсĕр иптĕк « ир » Ир- ир-ир ир-каç ир-кӳлĕм Ирçe-кукамай

ир
Часть речи
Япала ячĕ
 
Фонетика
2 букв
 
Мягкое слово
 
Язык
По-чувашски
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org