(кэ̆л'эт, к'э̆л'эт'), амбар, клеть. Изамб. Т. Каçпала тыррине сăвăрса, кĕлете кӳртеççĕ. Альш. Пӳртне кĕмес, тет, кĕлет умне ларат, тет. N. Унтан вара ерипе, авалхи çынсем йăлипе, кĕлетелле (молодых) хупсассăн, пĕр-ик эрне тăрсассăн... N. † Ай кĕлет те çӳл кĕлет, çи витмесĕр тăра юлчĕ. Вомбу-к. Кĕлет тесе, пӳрт майлă шулапласа, витсе тунине калаççĕ. Кĕлетре пурасем (пӳлмесем) пулаççĕ. Собр. † Çӳлĕ кĕлет умăнчен сиксе анса пулмарĕ. ТММ. Вилли виле çинче, кĕлетки кĕлет çинче. N. † Улт ураллă кĕлечĕ пур. Сред. Юм. Кĕлет ôм кăлараппăр = кĕлет ом тăваппăр (приделываем крыльцо к клети). Ib. Çĕн çол çĕрĕ хĕрсĕм çӳлтен аялалла кĕлет пĕренисĕне хăлаçлаççĕ те, кайран кашни пĕренине çӳлтен пуçласа: пӳлме, пĕрне, хôтаç, тесе, шотлаççĕ. Йолашки пĕренине: (пӳлме), тесе, пĕтерсен, пуян çĕре каять, тет; пĕрне, тесе, пĕтерсен, чôхрах çĕре каять, тет; хотаç, тесе, пĕтерсен, начар çĕре каять, тет. N. Сӳс кĕлет, мунчала çăра уççи. (Мишук). Тюрл. Кĕлет çăри — кĕлет алăкне питĕрекен çăра. Юрк. Ăçта тытрăр? — Кĕлете кĕнĕччĕ, кĕлетре тытрăмăр. Тюрл. Кĕлет питĕркĕçне шалтан питĕрмелле, е тултанах вăрттăн питĕрмелле тăваççĕ. Актай. Пĕр кĕлете пăсăп та, ниçтан та юсимăп. (Хăй чĕлни). Ала 89. Кĕлечĕ-кĕлечĕпе тырă толтарчĕ, тет. || Осьмиугольная верхняя часть сруба мельницы. См. потвал. Мочеи. Так и в Якейк.
(к’э̆л’эт’) sive арман кĕлечĕ (lege: к̚’э̆л’эч’), media pars totius contignationis, quae est inter арман тăрри et арман потвалĕ. Сруб (= арман пыри) между арман тăрри и арман потвалĕ. Якейк. || A pars superior, oitangula figura, 8-угольная верхняя часть ветряной мельницы. Мочеи. V. потвал. || Atdificium, in quо collocatae sunt molae. Здание водяной и ветряной мельницы. Якейк. || Здание водяной мельницы. Череп. || Помещение, где находятся жернова и др. (Хирле-Cир.). || Помещение, где находится механизм мельницы. Янгорч.
См. также:
кĕленчелен кĕлепе кĕлер кĕлерĕн « кĕлет » кĕлет çийĕ кĕлет айĕ кĕлет алку кĕлет тăрри кĕлет у