(намы̆с) стыд. Чăв. й. пур. Вăл намăсăн йĕркине маннă çав ĕнтĕ (он). N. Эсĕ килмесен, 5 тенкĕ укçана вара санран намăса пĕлмесĕрех ыйтатăп. (Из письма). Истор. Хăвăр намăсăра хăвăр яратăр. Ст. Чек. Намăс куçа йӳсĕтмес, тĕтĕм кăна йӳçĕтет. В. Олг. Хора çĕрлеччен çӳресен те, аттия намăс кӳрес çок (т. е. отцу не придется краснеть). N. Ӳлĕм хамăра намăс ан килтĕр. N. Сан çине шанатăп, нихăçан та намăса ан юлам. Якейк. Эс уш ытла та намăсран иртсе кайнă. N. Чыс ячĕшĕн ыттисенчен малтан тăран, сăхăланса намăсна ан яр. N. Эпĕ ĕмĕрте çынна çын намăсне хăварас çук нихçан та. || Постыдный, позорный. N. Намăс ĕçне хуйхăсем, пурте пулаç ĕç çукран. || Стыдно. Альш. Пăхса ытараймăн: куçран пăхма намăс хĕри-пăраçа. Юрк. Каллех çапла вырăнсăр тăрса юлсан, пĕлекен çыннисенчен те темĕн тĕрлĕ намăс.
См. также:
нальă налюбоваться Нам Нам-ел « намăс » намăс çĕр намăс кăтарт намăс кур намăс кӳр намăс кӳрт