скоро, быстро. N. Хăвăрт авсан хурама та хуçăлать, хуллен авсан çирĕк те авăнать. Моргар. Есрелле хăвăртрах çĕре анса çынсене касса çӳреме хошнă. ЧС. Пиччесем, аппасем хăвăртрах япаласене, çăнăх-кĕрпесене, тырăсене урапасем çине тие пуçларĕç. А.-п. й. 28. Хăвăрт кăна тухрĕ, тет те, вăрмана кĕрсе тарчĕ, тет. Ib. 21. Хăвăртрах хăяккăн каялла чакса, çапă купи хыçĕнчен тухать те, вăшт кăна вăрман ăшнелле вĕçтерет. Ib. 39. Кайăк хыççăн чупса хăшкăлнă хушăра Сахарăн пичкери кăвасĕ веçех юхса тухрĕ те, тĕмсем хушшинче пытанса выртакан тилĕ, хăвăртрах чупса тухса, кăваса ĕçме тытăнчĕ. Ib. 77. Ваçлей кĕрӳ, кала-ха, эсĕ епле майпа пит хăвăрт çĕкленсе кайрăн, ăçта та пулин укçа тупрăн-и? — тет. Зятюшка, скажи-ка по правде, как тебе удалось так быстро подняться? Где-нибудь не нашел ли денег? Ib. 70. Пӳрнеске хăвăрт кăна кашкăр хăлхи ăшне кĕрсе ларать те, шик! шăхăрать. Ib. 90. Лаша хăвăрт кӳлĕнчĕ. Ib. 54. Йăви хăвăртрах сивĕнтĕр тесе, чӳрече çине пырса хучĕ. Ib. 90. Кӳл ăйăра хăвăртрах. Ib. 83. Тӳле хăвăртрах, атту халех сухална туртса кăларатăп,— тет. Ib. 76. Сăра лартасси пулмарĕ ĕнтĕ, атя хăвăртрах киле. Не пришлось нам ставить пиво. Почерпни воды и пойдем скорей домой.
См. также:
хăвăрăл хăвăрăлтар хăвăрăн хăвăра хăвăр « хăвăрт » хăвăртлăх хăвăртла хăвăртлан хăвăртлантар хăвăртлат