Поиск: хĕç - Словарь чувашского языка

Введите слово для поиска

Область поиска:

Словарь чувашского языка

бердо (ткацкая принадлежность). Юрк. Хĕç — пир тĕртекенни. Якейк. Хĕç: 1) олттă хĕç, 2) çиччĕ хĕç, З) саккăр хĕç, 4) тăххăр хĕç, 5) воннă хĕç, 6) вонпĕр вонни хĕç, 7) воникĕ вонни хĕç (различаются по тонине и частоте пластинок). Ст. Чек. Мĕнле хĕçсем пулаççĕ? Улттă хĕçĕ, çиччĕ, саккăр хĕçĕ. Ку хĕçсемпе тăла (парттянккă, мишук, шăлапир) тĕртеççĕ. Таххăр хĕçĕ, вуннă, вунпĕр хĕçĕпе шур пир, ашăли, тĕрлĕрен кĕпе-йĕмлĕх, килти çиппе пасар çиппинчен тĕртеççĕ. Вуниккĕ хĕçĕ, вунвиççĕ, вунтăваттă хĕçĕпе сурпан, кĕпелĕх пасар çиппинчен тĕртеççĕ. Икково. Пир-авăра тĕслĕрен хĕçпе тĕртеççĕ. Çинче çипе ю (= йăвă) шăллă хĕçсемпе (саккăр, тăххăр, воннă хĕççипе) тĕртеççĕ, пысăк çипе сайра, шăллă хĕçсемпе (пиллĕк, олттă, çиччĕ хĕççипе) тĕртеççĕ. N. Хĕçĕ шăхăр пулсассăн, ураççи сахал кĕрет; хĕçĕ шалатка пулсассăн, ураççи нуммай кĕрет. Юрк. Улача çиппихĕç тиркет, урлă хĕçе тиркемес. Пазух. 9. Атьăр, хĕрсем, пасара çитсă (çиччĕ?) хĕçĕ суйлама. Çитсă (çиччĕ?) хĕçĕ çип тиркет те, çитсă (çиччĕ?) хĕçĕ çип тиркет, Чакă ачи хĕр тиркет. Сред. Юм. Выльăх начарланнă тессине: хĕç пек полса кайна, теççĕ. ЧС. Пирĕн лашамăр пĕр эрнене яхăн асаплансан, пĕр ĕçмесĕр çип-çинче хĕç пек тăрса юлчĕ, Ст. Чек. Улттă, çиччĕ хĕçĕпе тăла тĕртеççĕ. Микушк. Çăмарта пек лашасене çиччĕ хĕç пек турăмăр. Ст. Чек. Тăххăр хĕç пирĕн (т. е, тăххăр хĕçĕпе тĕртнĕ пирĕн) анĕ аслă касасси-пӳкесси час пулмас. || Назв. рыбы, чехонь. ШС. Хĕç = хăчах, чехонь. N. Аçтăрханта хĕç вылать, хĕç вылянипе хĕç хаклă.
меч, сабля. N. Хĕçĕ касса пырать, çарĕ хирĕçле пырат(?). КВИ. Тепĕр аллинчи хĕçпе шаккать укçа хутаçне.

См. также:

хăяхлă хăяхлă кăвак чечек хăяхлăх хăяхлан « хĕç » хĕç ани хĕç витĕр ил хĕç лĕпĕш хĕç пулă хĕç тир

хĕç
Свойства слова не указаны
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150