(хас), крик, которым гонят коров. Шашкар. Хас йăлăма! Ib. Хас вăрмана! Ib. Хас шу патне! (междом., которым гонят корову к воде). КС. Ĕнене хас! тесе хăвалаççĕ. Питушк. Хас! хас! хăвалаççĕ ĕнесене. N. Хас, айван! мĕн уçăм еннелле пăрăнатăн, ав сан валли улăх, тет вăл вара, пĕр-пĕр ĕне хӳрине суллантарса сĕлĕ пуссине пăрăнма пуçласан. Сĕт-к. Хас, таручча, хас! хас! (ĕнесене хăвалаççĕ).
колбаса. Ялюха М. Начерт. 281. Хас, род колбасы из кобыльего мяса. Тюрл. Хас = шăртан (пысăк хырăм çине какай чышса лартать кăмакана).
назв. какой-то верхней одежды. Чăв. юм. 1924, 59. Тĕрлĕ пурçăн кĕпесем, кăвак пуставран хассем çĕлетсе, пит муллă хĕр пулса тăнă. N. Капан айĕнчен хас туртать. (Çăм авăрлани).
См. также:
харша харшай харшака харшшай « хас » хас-тĕр-шу! хасăр хаса хасар хасар-писер