Поиск: ăшă

Введите слово для поиска

Область поиска:

Чувашско-русский словарь (1982)

1.
тепло, теплая погода
теплота
теплый
тепло
сывлăшу ăшă — теплота воздуха
ӳт ăшши — теплота тела  
ăшă атă-пушмак — утепленная обувь
ăшă вите — теплый хлев
ăшă вырăн — 1) тĕплая постель 2) перен. теплое, выгодное местечко
ăшă пахча — парник
ăшă пӳлĕм — теплая комната
ăшă сĕт — парное молоко
ăшă çанталăк — теплая погода, оттепель
ăшă çăкăр — свежий, свежеиспеченный хлеб
ăшă çумăр — теплый дождь
ăшă тумтир — теплая одежда
ăшă хĕл — теплая, мягкая зима
ăшă юнлисем — зоол. теплокровные  
ăшă тăрать — стоит теплая погода
ытлашши ăшă тумлан — кутаться, одеваться слишком тепло
кун ăшă енне кайрĕ — время идет к теплу
ăшша тух — 1) выйти на солнышко 2) дожить до тепла
ăшă тыт — держать тепло, греть
начар тумтир ăшă тытмасть — худая одежда плохо греет
ăшă юратакан ӳсентăрансем — теплолюбивые растения
ăшă яр — пропускать тепло
ăшă яман материалсем — теплоизоляционные материалы
кунта яланах ăшă — здесь всегда тепло
Ăшша кура юпăнчă ил. — посл. Едешь в ведро - бери дождевик.
Ăшша çĕлен иленнĕ. — посл. Повадилась змея к теплу.
2.
жара
жаркий
жарко
тырпула ăшă тиврĕ — хлеба прихватило жарой
ăшша пиç — 1) запариться, сильно вспотеть 2) измучиться, довести себя до изнурения
вăл ăшăпа аптранă он — измучился от жары
мана ăшă пулчĕ — мне стало жарко
3.
теплые края, юг
теплый, южный
кайăксем ăшша вĕçсе кайрĕç — птицы улетели на юг
ăшă енчен таврăн — возвратиться из теплых краев
4. перен.
теплота, ласка, приветливость, сердечность
теплый, ласковый, приветливый, сердечный
тепло, ласково, приветливо, сердечно
чун ăшши — душевная теплота
ăшă кăмăл — 1) добрая душа 2) мягкосердечие
ăшă кăмăллă — гостеприимный, душевный, сердечный
ăшă салам — сердечный привет
ăшă сăмах — ласковое слово
ăшă туйăм — теплое чувство
ăшă ыйхă — сладкий сон
Ăшă сăмах ăшаланă ашран та тутлă. — посл. Ласковое слово вкуснее жареного мяса.
4. физ.
тепло, теплота
тепловой
ăшă единици — единица теплоты
ăшă энергийĕ — тепловая энергия
ăшă яраслăх — теплопроводность

ватă ăшши — бабье лето
ăшша кай — сгореть при пожаре

Словарь чувашского языка

тепло. Т. VI. 7. Ăшă ăмăшĕ, ăшă хаярĕ... Мать тепла, зло тепла (божества). N. Ăшă тăрать, стоит теплая погода. Н. Седяк. † Ял вĕçĕнчен шыв юхать — сивĕ те пулсан, ĕçмеççĕ; ял варринчен шыв юхать — ăшă та пулсан, ĕçеççĕ. У конца деревни течет вода но, хотя, она студеная, ее не пьют; по середине деревни течет вода но, хотя, она теплая, ее пьют. Бгтр. Ăшăпа сивĕ тавлашнă кун (Христоса хирĕç тухса илнĕ кун) ăшă пулсан, малалла ăшă пулать, теççĕ. Если в день, когда борются холод с теплом (в сретенье), будет тепло, то и потом будет тепло. N. Тата хăш вăхăтра, çав хĕвел ăшшинче çывăрнă чух, ăна кашкăр та тытат, тет. Иногда, когда он лежит на солнцепеке его и волк ловит. Шурăм-п. Вăл та ăшăпа аптранă. И он замучился от жары. КС. Ăша ăшă çаппĕр (согрелся). Нюш-к. Ăшша курса, юпăнч ил (тумтир тавраш, пӳркенмелли илме хушать). Глядя на тепло, бери покрывало. (Послов.). N. Нурăс уйăхĕ теççĕ, кун ăшă енне кайса, кун йĕпенсе тăнăран. Месяц нурăс называют так потому, что в этом м-це время идет к теплу, и становится сыро. Альших. † Кайрăм Пăла тăршшине, кĕтĕм вăрман ăшшине. Пошел на Булу (речка), зашел в тепло леса. Янбулат. † Порçăн тотăр поç ăшши, çак ен хĕрсем чон ăшши. Шелковый платок согревает голову, девушки этого края ласкают (согревают) душу. Сред. Юм. Ăшша хĕрĕнсе тохнă. Вышел, рассчитывая на тепло. Ib. Ăшша тохрăмăр. Мы вышли на тепло. т. е. дожили до тепла. Т. М. Матв. Ăшша çĕлен иленнĕ, теççĕ. К теплу привадилась змея. (Послов.). N. Спаççипă турра, ăшша тухрăмăр (дожили до тепла). || Жара. N. Чĕкĕнтĕре самай чечеке ларнă вăхăтра ăшă тиврĕ. Свеклу взяло жаром как раз в то время, когда она расцветала (так говорит хозяин). N. Эпĕ мĕнле ăшша та сивĕтетĕп, пĕр çухрăмран пĕçерекен ăшша та сивĕтетĕп. Я могу какое угодно тепло остудить; за целую версту я могу остудить самую горячую жару. Макка 202. Вĕсене сӳнтермесен, тыррапулла ăшă тивет, теççĕ. Если не потушить (огонь), то, говорят, хлеба возьмет жаром. Сала 305. Çинçере хуралт тăррине хăпарсан, тырра ăшă тивет, теççĕ. Если во время праздника «çинçе» влезешь на постройку, то, говорят, хлеба возьмет жаром. В. Олг. Ăшă (ŏжŏ) тисерчĕ(=тиврĕ). Жаром хватило (о хлебе). Регули 1059. Выльăх ăшăран ништа кайса кĕме пĕлмест. Скотина не знает, куда деться от жары. || Сила, внутренний жар. N. Пĕтнĕ ĕнтĕ (одряхлел), ăшши çук. Нет силы (у старика). || Лупцовка, verberatio. Завражн. Пĕрре, тытса, ăшă пачĕç. Пĕрре ăшă парам-ха! Раз поймали и задали лупцовку. Задам-ка раз лупцовку. || Теплый. Якейк. † Çак коккăрта çил ăшă; çил ăшă мар, хĕр ăшă: чон йоратнă хĕр ăшă. В этом углу теплый ветер; ветер не теплый, а девица теплая: сердечно любимая девица теплая. К.-Кушки. Турăран савăнăç ыйтатпăр, ăшă çумăрне пар, тесе. Просим у бога радости, чтобы он дал (нам) теплого дождя. N. Çуркунне хĕвел çӳлелле хăпарать те, кунсем кунсайранах ăшă та ăшă пулса пыраççĕ. Весной солнце поднимается высоко, и с каждым днем становится все теплее и теплее. О сохр. здор. Ăшă тумтир. Теплая одежда. N. Ăшăрах, тепловатый. Н. Карм. † Çак тăванусем патне салам ярсан, кăнтăрлахи ăшă çилпе яр. Если будешь посылать привет этим родным, то посылай его с теплым полуденным ветром. Орау. Ăшă çăккăра ватă çынăн та шăлĕ витет. Теплый хлеб и у старого человека зуб берет = теплый (свежеиспеченный) хлеб и старику по зубам. Ib. Паян ăшă тăман лаплаттарать анчах. Сегодня идет хлопьями сильный снег. Юрк. Эпĕ унта ăшă çĕрте-кăна çĕлесе ларăтăм; хуралла-мĕне шăнса çӳремĕтĕм. Я бы там сидел в теплом месте и не ходил бы в холод сторожить. || Шибач. Ăшă апат. Горячая пища. || Приветливый, сердечный, теплый, ласковый. Хурамал. † Чĕлхĕрсемех çемçе, питĕр ăшă, калаçассăм кисе(= килсе) тăрать-çке. Беседа ваша мягкая, лицо приветливое, так и хочется говорить (с вами). N. Аллăран курка памасан, ăшă (scr. ăшĕ) сăмахĕ пулинччĕ. Если и не даст из рук чашку, то пусть (у нее) было бы приветливое слово. Такмак. Авалхи йăлапа тухрăм туя. Ăшă питпе (ласково), тутлă чĕлхепе пире хапăл тăватра? По старинному обычаю вышел я на свадьбу. Примите ли вы нас с приветливостью на лице, с сладким словом? Якейк. Ăшă çын нумай та, но Якку амăш пек ăшă çын орăх топас çок (противоположное — сивĕ çын). Ласковых людей много, но ласковее матери Якова не найти. Янш.-Норв. Унпала нихăçан та ятлаçмаççĕ, ялан унпала ăшă сăмахне анчах калаçаççĕ. С ним никогда не ссорятся, всегда говорят с ним ласково. Юрк. Виç хутчен пит ăшă-кăна чуп туса илчĕ. Три раза поцеловала меня так мило. Альш. Ăшă сăмах, приветливое слово. N. Ăшă сăмахсем те кăлаççа илеççĕ. И поговорят приветливо. Якейк. Ырă кăмăллă, ăшă çын, добрый, ласковый человек. || Приятный. Бюрг. Ăшă ыйхăран çынсем вăранччăр. Пусть люди проснутся от сладкого сна. Юрк. Сыв пулса тăр халĕ. Ăшă хыпар кĕтсе юлакан тусă Ив. Юркин. Пока будь здоров. В ожидании доброй вести твой друг Ив. Юркин. Собр. 210. † Иртет ĕмĕр, иртетех ăшă ăйхăра курнă тĕлĕк пек. Проходит век, как приятный сон. N. † Пиртен ăшă хыпар çитсессĕн, çумăнти мăшăрна илех пыр. Получив от нас приятную весть, возьми свою жену и приезжай. || N. Ăшă пăрçа çитер. Угощать свинцовым горохом (ружейным огнем).

Чувашско-татарский словарь (1994)

җылы

Чувашско-эсперантский словарь

[oĵo]
varma, varme
ăшă çанталăк — varma vetero
ăшă çăкăр — freŝa pano
ăшă сăмах — karesa vorto
ăшă пахча — forcejo
ăшă сĕт — ĵus melkita lakto
ăшă тăрать — estas varma vetero
вăл ăшă кăмăллă çын — li (ŝi) estas bonkora homo
ăшăн — varmiĝi, эп(ĕ) халь те ăшăнса çитеймерĕм — mi ĝis nun ne varmiĝis
ăшăт — varmigi
чей ăшăтса пар-ха мана — bonvolu varmigi teon por mi
ăшăткăч — varmigilo

Этимологический словарь чувашского языка (1964)

«тепло», «теплый»; «жар»; «жара»; ăшши пар «поддай жару» (в бане); др. тюрк., КБ, Замахш., чаг. ысығ, МК (l. 69) исик, уйт., узб. иссик, азерб. исти, алт. В ӳзӳ, ойр. изӳ кирг. ысык, казах. ыстык, ыссы, к. калп., туркм. ыссы, ног., кумык., карач. исси, тур. уст. ысы, тат. эссе, башк. эсе тув., хак., шор. изиг «теплый», «горячий», «жаркий»; «жара», «зной».

См. также:

ăш-чик хусканни ăш-чикă ăш-чикĕ ăш-чикке кӳлетни « ăшă » ăшă çăкăр ăшă апат ăшă выляни ăшă енĕ ăшă кăмăллă

ăшă
Свойства слова не указаны
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org