1.
присоединяться, примыкать к кому-чему-л.
вăл çынсен ушкăнне хутшăнчĕ — он присоединился к толпе
пирĕн хушăмăра çĕнĕ вăй хутшăнчĕ — в наши ряды влились новые силы
2.
прибавляться, увеличиваться, прибывать
вăй хутшăнать — силы прибавляются
ӳт хутшăнни — прибавка в весе
шыв хутшăнать — вода в реке прибывает
пирĕн йыш хутшăнчĕ — у нас в семье прибавление
çуркунне кун хутшăнать — весной день прибывает
пĕлу вĕренсен хутшăнать — знания приумножаются, учебой
3.
перемешиваться, смешиваться, становиться смешанным
йăх хутшăнни — кровосмешение
хутшăнса кай — смешаться
сăрăсем хутшăнса кайнă — все краски смешались
4.
участвовать, принимать участие
ăмăртăва хутшăн — 1) включиться в соревнование (трудовое) 2) принять участие в соревнованиях
суйлава хутшăн — участвовать в выборах
5.
общаться, соприкасаться
сталкиваться разг.
водиться, водить знакомство разг.
эпир вĕсемпе хутшăнмастпăр — мы с ними не общаемся
пире тĕрлĕ çынсемпе хутшăнма тивет — нам приходится сталкиваться с разными людьми
6.
вмешиваться
впутываться разг.
çын ĕçне хутшăн — вмешиваться в чужие дела
хĕçпăшалпа хутшăнни — вооруженное вмешательство
хотшăн, объединяться, совмещаться, быть вместе; соединяться, присоединиться. ЧК. Çак енĕпех пулса иртекен хулари ăмăртăва та хутшăнатпăр. Ib. Учительница хутшăнмасăр ялта пĕр пысăк, ĕç те пулса иртмест. Ib. Çав кун вăл çĕнĕ вăй хутшăннипе тата çамрăклăх таврăнса килнине туйса илнĕ. Сборн. по мед. Ун пек чухне час-часах çăвар тӳпи шăтса, çăвар сăмса шăтăкĕпе хутшăнать. || Прибавляться, прибывать. Абаш. Атăл шывĕ хотшăнать (прибывает). Орау. Çырмара шыв хутшăннă. N. Окари шыв 1 чалăш та 1 аршăн 4 верш. хутшăннă. N. уйăх хутшăнать. || Сообщаться. Собр. Пĕр шĕлепке айĕнче тăваттăн пĕр тăван хутшăннмасăр тăраççĕ. (Капан хумалли аслак) N. Эпĕр вĕсемпе хутшăнмастпăр, не имеем знакомства, несносимся. N. Хурăн йăвăççи хутшăнать, пирĕн хутшăнасси пĕтрĕ пуль. || Собр. Эпир çын çине хутшăниччен хамăр тăвансем те ют пулĕç.
1. катнашырга 2. кушылырга
1. «присоединяться», «соединяться»; 2. «прибывать» (о силе, о воде в реке); 3. «смешаться»; 4. «участвовать»; «общаться», «соприкасаться»; тат., башк. катнаш, к. калп., ног. катнас, туркм. гатнаш, уйг., узб. катнаш «участвовать», «принимать участие», «общаться»; кумык. катнаш «вмешаться». От хутăш (см.).
См. также:
хуттăр йӳççи хуттăр йывăç çилли хуттăрпӳ хуттар « хутшăн » хутшăнтар хутшăну хутшăнчăк хуть хуть те