Поиск: что

Введите слово для поиска

Область поиска:

Русско-чувашский словарь

1. 1.местоим. вопросит. мĕн, мĕскер; Что ты сказал? Мĕн терĕн эсĕ?; Что здесь случилось? Мĕн пулчĕ кунта?
2. нареч. (син. сколько) мĕн чухлĕ, мĕн хак; За что ты это купил? Мĕн хакпа туянтăн эсĕ куна?
3. нареч. (син. почему) мĕн, мĕншĕн, мĕн пирки; Что ты задумался? Мĕн шухăша кайран эсĕ?
4. союзн. сл. (син. который) переводится в соответствии с контекстом: дом, что стоит на углу кĕтесре ларакан çурт; сказали, что он болен вăл чирленĕ терĕç ♦ что было сил пĕтĕм вăйран, вăй çитнĕ таран; Что толку спорить? Тавлашнин мĕн усси пур?; в случае чего мĕн те пулин сиксе тухсан; Мне-то что! Мана мĕн ĕç!; ни к чему кирлĕ мар; ни за что 1) тем пулсан та 2) нимшĕнех, ним сăлтавсăр; с чего мĕншĕн, мĕн сăлтавпа; Чего только нет! Мĕн кăна çук!; Что делать! Мĕн тăвăн!; Чему быть, того не миновать посл. Пулмалли пулатех
2. союз; переводится в соответствии с контекстом: Я сожалею, что опоздал Эпĕ кая юлнăшăн пăшăрханатăп; Он так изменился, что его не узнать Вăл палламалла марах улшăнса кайнă; Что ни день, приходят новые вести Кунсерен çĕнĕ хыпарсем килсе тăраççĕ

Русско-чувашский словарь (1972)

местоим. 1. мĕн, мĕскер; 2. мĕн чухлĕ (тăрать); что бы то ни было, во что бы то ни стало кирек мĕн пулсан та; что будет, то и будет мĕн пулса мĕн килĕ; ну что же, пусть мĕн вара, пулин; за что мĕншĕн; ни за что, ни про что пĕр айăпсăрах, ним айăпсăр; для чего, на что, к чему тебе это мĕне кирле ку сана; что стоит эта вещь? мĕн чул тăрать ку япала?
союз; я знаю, что он болен вăл чирлине эпĕ пĕлетĕп; он сказал, что не придет вăл килместĕп терĕ.

Русско-чувашский словарь (1971)

мест. 1. вопр. и относ. мĕн, мĕскер; что с вами? сире мĕн пулчĕ?; что случилось? мĕн пулчĕ?; что это такое? ку мĕн?; чем вы недовольны? сире мĕн килĕшмест?; сделайте вот что акă мĕн тăвăр; 2. вопр. в знач. сказ. (каков, в каком положении) мĕнле; что больной? чирли мĕнле?; 3. вопр. в знач. нареч. (почему, зачем, по какой причине) мĕн, мĕншĕн, мĕн пирки; что ты кричишь? эсĕ мĕншĕн кăшкăратăн?; 4. вопр. разг. (сколько) мĕн хак, мĕн чухлĕ, мĕн чул; что стоит эта книга? ку кĕнеке мĕн хак тăрать?; 5. относ. (который) ⸗акан [⸗екен]; дом, что стоит у реки çырма хĕрринче ларакан çурт; 6. неопр. разг. (что-нибудь, что-то) мĕн те пулин, темĕн; чуть что мĕн те пулин пулсанах; в случае чего темĕн пулас пулсан; если что случится, скорее извести мĕн те пулин пулсан, хăвăртрах пĕлтер; ◇ а что? мĕн вара?; ни во что не ставить кого-л. ним вырăнне те ан хур; ни за что ни про что ахалех, пустуях; ни к чему в знач. сказ. ниме те кирлĕ мар; ни с чем уйти (или остаться, вернуться) нимсĕрех кай (е юл, таврăн); с чего? мĕн пирки?, мĕн сăлтавпа?; ему хоть бы что ăна пурпĕрех; что вы! мĕн эсир!; что было сил мĕн вăй çитнĕ таран; что до меня.. эпĕ вара..; что ж мĕнех вара; пойдём, что ли? кайăпăр-и вара?; что за? мĕн?, мĕнле?; что бы то ни было, во что бы то ни стало кирек мĕн(ле) пулсан та; что будет, то и будет мĕн пулса мĕн килĕ, мĕн пулать те мĕн килет; будь что будет мĕн пулин пултăрах.
союз 1. (для связи придаточного предложения с главным): я рад, что вижу тебя сана курма хавас эпĕ; такой тяжёлый, что не поднять йăтмалла мар йывăр; он сказал, что не придёт вăл килместĕп терĕ; 2. (с частицей ни и без нее): что ни день, то новые достижения кашни кунах çĕнĕ çитĕнӳ; 3. разг. (с повторениемуказывает на безразличие, равнодушие в отношении чего-л.) ⸗сан та [⸗сен те], ⸗и, ...⸗и; что ты пойдёшь, что нет все равно каятăн-и, каймастăн-и эсĕ — пурпĕрех; что в лоб, что по лбу погов. апла та, капла та пурпĕрех.

См. также:

чрезмерный чтение чтец чтить « что » что-либо что-то чтобы чу чуаш

что
Свойства слова не указаны
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150