Словарьпе усă курмалли çинчен

 

Словарь статйине йĕркелени

1. Словарь статйин заглавийĕнче чăваш фразеологизмĕсене хура саспаллисемпе пичетленĕ:

Асла хур

Вăйран кай

Манаçа кăлар

Сая кай

2. Чăваш тата вырăс фразеологизмĕсенчи лексика варианчĕсене тăваткал скобкăра уйăрса кăтартнă:

Алла кĕр [лек, çаклан]

Ăша [ăшчике] çунтар

Çĕр [çĕр пичĕ] çинчен шăл

Аса кил приходить / прийти на память [на ум]

Сăмсана çур бить [ударять] в нос

3. Чăваш чĕлхин фразеологизмĕсенчи компонентсен фонетика тата грамматика варианчĕсене, вырăс чĕлхин фразеологизмĕсенчи грамматика варианчĕсене çаврака скобкăра уйăрса панă:

Алă (ал) сул

Сăмах (сăмаха) çап

Экзамен (экзаменсем) пар

Сăсăл вĕçтер нагонять / нагнать страх (страху)

Кĕвве кил быть в ладу (в ладах)

4. Фразеологизмсен пĕлтерĕшĕсене ăнлантарса панисене, хушма сăмахсене т. ыт. те скобкăра кăтартнă:

Куçĕсем çиçеççĕ глаза сияют (от радости)

Сăмсана çап бить в нос (о запахе)

Пӳрнине кассан та юн тухмасть отруби палец, и то кровь не потечет (очень жадный человек)

Хăйне (хăй) тыт держать себя

5. Тытăмĕпе сăмах майлашăвĕпе пĕр пек фразеологизмсен пуçламăш форми вырăнне инфинитив, предложенисемпе пĕр пек фразеологизмсен пуçламăш форми вырăнне хальхи вăхăтăн пĕрреллĕ хисепри 3-мĕш сăпат формисене йышăннă:

Асран яр сводить / свести с ума

Пуçа çĕмĕр ломать / поломать голову

Пуçĕ ĕçлет голова варит

Чĕлхи-çăварĕ çыпăçать боек на язык

6. Фразеологизм мĕнле те пулин урăх формăра тăрать пулсан, вăл çав формăра кăна пулма пултарнине пĕлтерет:

Пуçа çĕклемесĕр (мĕн те пулин ту) не поднимая головы (делать что-либо)

Пăкки шанчĕ (шаннă) ослабел

7. Чăваш чĕлхинче глаголпа ят сăмах фразеологизмĕсенчен нумайăшĕ, уйрăм глаголсем пекех, пĕр вăхăтрах вĕçленмен ĕçе те (несовершенный вид), вĕçленнĕ ĕçе те (совершенный вид) кăтартаççĕ. Çавна асра тытса, куçару пайĕнче вырăс глаголĕсене икĕ вид форминче панă: малтан вĕçленмен ĕçе кăтартакан формăра, унтан, чалăш йĕр хыççăн, вĕçленнĕ ĕçе кăтартакан формăра; вырăс фразеологизмĕсенчи лексика варианчĕсене икĕ вид форминче те палăртнă:

Йĕркене кĕр приводить / привести в порядок

Çынлăхран тух терять / потерять человеческий облик

Сăмаха çилпе вĕçтер бросать [пускать] / бросить [пустить] на ветер слова

8. Хăшпĕр чăваш фразеологизмĕсем пĕр вид форминче кăна пулаççĕ: е вĕçленмен ĕçе, е вĕçленнĕ ĕçе кăтартаççĕ. Куçарнă чухне çакна шута илнĕ:

Сăмах вакла говорить много, со всеми подробностями

Кахала пер бездельничать, лентяйничать

Йытă хăвала собак гонять

Ăс тыт надумать, решиться

9. Чăваш фразеологизмĕсене пĕлтерĕшĕпе тӳр килекен вырăс фразеологизмĕсем, çавăн пекех уйрăм глаголсем хыççăн вĕсем ытти сăмахсемпе мĕнле çыхăннине кăтартакан ыйту сăмахĕсене илсе кăтартнă:

Çăварне хупла затыкать / заткнуть рот кому

Айăпа кăлар обвинять / обвинить кого-что в чем

10. Хăшпĕр чăваш фразеологизмĕсенче ят сăмахсем пĕрреллĕ хисепре те, нумайлă хисепре те пулаççĕ. Ун пек чух заголовокра фразеологизмсен икĕ вариантне те панă:

Алă кĕçтет, алăсем кĕçтеççĕ

11. Чăваш фразеологизмĕ хыççăн пĕлтерĕшне тӳр килекен вырăс чĕлхин фразеологизмĕ е уйрăм глагол сăмах майлашăвĕ тăрать:

Пĕр чĕлхе туп находить /найти общий язык

Пуç çине хăпарса лар садиться / сесть на голову

Çăкăр çитер кормить кого

Сая яр тратить / потратить без пользы что

12. Нумай чухне фразеологизмсене куçарнă чухне синонимсемпе усă курнă, куçару пайĕнче малтан фразеологизмсене панă, вĕсем хыççăн шухăша пăхса куçарнисене панă. Пĕлтерĕшĕпе çывăх фразеологизмсене запятойпа, çывăх маррисене — точкăпа запятой лартса уйăрнă:

Картран тух выходить / выйти из границ приличия, переходить / перейти границы дозволенного

Йăлана кĕр входить / войти в привычку, становиться / стать привычным; входить / войти в жизнь

13. Чăваш фразеологизмĕсем икĕ е ытларах пĕлтерĕшлĕ пулаççĕ. Вĕсене куçарма усă курнă вырăс фразеологизмĕсенчен пĕрисем чăваш фразеологизмĕн пур пĕлтерĕшĕсене те палăртаççĕ, теприсем уйрăм пĕлтерĕшĕсене çеç кăтартаççĕ. Пĕлтерĕшсене пурне те палăртакан вырăс фразеологизмĕсем хыççăн скобкăра чăваш фразеологизмĕн кашни пĕлтерĕшне ăнлантарса панă. Танлаштарăр:

1) Тăнран тух сходить / сойти с ума (1. стать сумасшедшим; 2. проявлять чрезмерное восхищение, восторг, неистовствовать, увлекаясь кем-либо или чем-либо).

2) Ĕçе (хута) яр 1. пускать / пустить в ход; 2. вводить / ввести в действие; 3. приводить / привести в движение.

14. Хăшпĕр чухне нумай пĕлтерĕшлĕ фразеологизмсен пĕр пĕлтерĕшĕнче синоним сăмахсем пулаççĕ. Тепĕр пĕлтерĕшĕнче ун пек сăмахсем çук. Синоним сăмахсăр фразеологизм вариантне словарь статйинче тепĕр хут панă:

Хăлхана кĕр [çит] 1. доходить / дойти до ушей кого, чьих; 2. хăлхана кĕр доноситься / донестись, слышаться / послышаться.

15. Словарь статйи вĕçĕнче чăваш фразеологизмĕсен синонимĕсене илсе панă:

Манăçа тух приходить / прийти в забвение, син.: манăç пул, манăç айне пул.

Йĕрĕ те çухалнă и след простыл; син.: йĕрри-палли те юлман, хӳрине тухса тӳлерĕ.

1б. Фразеологизмсене куçарнă хыççăн вĕсене усă курнине кăтартакан тĕслĕхсем панă. Тĕслĕхĕсене илемлĕ литературăпа фольклор, публицистикăпа наука произведенийĕсенчен, хаçат-журналсенчен илнĕ.

17. Нумай пĕлтерĕшлĕ фразеологизмсен тĕслĕхĕсене вĕсен пур пĕлтерĕшĕсене те куçарнă хыççăн панă. Тĕслĕхсен йĕрки фразеологизмсен словарьте кăтартнă пĕлтерĕшĕсен йĕркипе пĕр килет:

Асра тыт. 1. иметь ввиду кого-что; 2. держать в уме [в голове] кого-что.

1. Пролетариатсăр нимĕнле ĕç те тухмасть сирĕн, çакна асра тытăр. А. Артемьев. 2. Ăçта кăна ан çит, тăван çĕре асра тыт. Ваттисен сăмахĕсем.

18. Тĕслĕхсенче тăваткал скобкăра текст содержанийĕпе килĕшӳллĕ ăнлантару сăмахĕсемпе сăмах майлашăвĕсем пур:

— Тĕп тăвăр вĕсене [халăх тăшманĕсене]! — ян каять сасă Тухтар сăмахĕпе хăват илсе. Н. Илпек.

[Петрович — Наташăна:] Тĕрĕссипе, эпĕ сан пата колхоз ячĕпе тав тума килтĕм. В. Алакĕр.

19. Тĕслĕхсем хыççăн произведенисен авторĕсене, сборниксен тата хаçат-журналсен ячĕсене кăтартнă. Çакăн пек кăтартнисем çук пулсан, тĕслĕхсене Н. И. Ашмаринăн «Чăваш сăмахĕсен кĕнекинчен», «Чăвашла-вырăсла словарьсенчен» (М., 1961; М., 1982) тата «Вырăсла-чăвашла словарьтен» (М., 1971) илнине, тĕслĕхсем хыççăн «Ваттисен сăмахĕсем» тесе палăртнă пулсан, вĕсене «Ваттисен сăмахĕсем, каларăшсем, тупмалли юмахсем» (Шупашкар, 1960) сборникран илнине пĕлтерет.

20. Поэзирен илнĕ тĕслĕхсенче сăвăра пысăк саспаллисемпе пуçласа çырас йĕркене сыхласа хăварнă, анчах та строкасене ахаль текстри пекех вырнаçтарнă.

Оригиналта:

Тăван уйра эп ачаран

Тар тăкнă çăкăрлă ыраншăн. А. Воробьев.

Словарьте:

Тăван уйра эп ачаран Тар тăкнă çăкăрлă ыраншăн. А. Воробьев.

Словарь статйисене вырнаçтарни тата ссылкăсен йĕрки

1. Словарьте фразеологизмсене пĕрремĕш сăмахри саспаллисене шута илсе алфавит йĕркипе вырнаçтарса тухнă.

2. Фразеологизмсен пĕрремĕш компоненчĕн лексика варианчĕсем пулсан, вĕсем словарьте кашни варианчĕпех тĕл пулаççĕ. Кун пек чух фразеологизма куçарнине пĕр вырăнта çеç панă, ытти çĕрте компонентсен варианчĕсене ссылка туса кăтартнă: Тĕслĕхрен, М саспаллире ссылка пур:

Манăçа пут. См. манăçа тух.

Ку вăл куçарава манăçа тух вырнаçнă çĕрте шырамаллине пĕлтерет. Кунта эпир вулатпăр:

Манăçа тух [пут]; çапла майпа, пут глагол тух компонентăн лексика варианчĕ шутланать.

Тепĕр тĕслĕх илер. Ч саспаллире ссылка пур:

Чĕре вăркать. См. ăш вăркать.

Ку хутĕнче куçарава Ă саспаллире ăш вăркать фразеологизм статйинче шырамалла:

Ăш [чĕре] вăркать на душе неспокойно у кого.

Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150