Поиск: усăсăр

Введите слово для поиска:    
[+] дополнительно

Чувашско-русский словарь (1982)

капитал

1.
капитал
промышленность капиталĕ — промышленный капитал
суту-илӳ капиталĕ — торговый капитал
çаврăнăшри капитал — оборотный капитал
тĕп капитал — основной капитал
усăсăр капитал — мертвый капитал
капитал хыв — вложить капитал

малалла

3.
дальше, далее
концерт малалла пырать — концерт продолжается
малалла калаçни усăсăр — дальнейшие разговоры бесполезны

малалла кай —
1) идти, двигаться вперед
малалла кайма çук — дальше ехать нельзя, дальше проезда нет
2) перен.
иметь успех, идти в гору, продвигаться

малалла тăс —  1) продолжать 2) выставить вперед, вытянуть
алла малалла тăс — протянуть руку вперед
малтан малалла — все дальше и дальше

пул

12.
оказываться, быть каким-л.
кирлĕ пул — оказаться нужным
вăхăтлă пулчĕ — оказалось кстати
усăсăр пул — оказаться бесполезным
ал айĕнче пул — оказаться, быть под руками
куç тĕлне пул — оказаться в поле зрения

сапалан

4.
тратиться, расходоваться
укçа ним усăсăр сапаланса пĕтрĕ — деньги разошлись впустую

тапаçлану

3.
стремление
старание, усилия

усăсăр тапаçлану — тщетные старания

теветкеле

рисковать, идти на риск
подвергаться риску

усăсăр теветкелеме кирлĕ мар — не нужно зря, напрасно рисковать

усăсăр

(уссăр)

бесполезный, не приносящий пользы

усăсăр

без пользы, бесполезно
усăсăр япала — бесполезная вещь
усăсăр пурăн — жить без пбльзы
ăна калани усăсăр — ему бесполезно говорить
вăхăта ним усăсăр ирттертĕмĕр — мы провели время безо всякой пользы

уссăр

1.
см. усăсăр

ушлăхсăр

диал.

1.
то же, что усăсăр

Словарь чувашского языка

çеçенлен

покрыться цветамн, расцветать. Калашн. 26. Пушă хирте усăсăр çеçенлентĕмĕр.

çолтан çола

с года на год, из года в год, с каждым годом. Сред. Юм. Атă пит пĕтсе аптратăп эп: пĕр мăшăр атă çолтан çола та çитмес (т. е. их не хватает и на год). О земл. Навус сахал пулсан, çултан çула улăхсем начарланса пыма пултараççĕ. N. Куçук тăрăшни усăсăр пулман, унăн лартнă йывăçĕсем çултан çула ӳссе, илемленнĕçем илемленсе пынă. N. Вуй çитмесен, тара пар, çолтан çола парса порăн.

тасал

(-л), очищаться. Альших. † Мунча кĕтĕм, тасалтăм. || Исцеляться (от болезни), избавляться. Панклеи. Патша хĕрĕ çавăнтах пит тасалса карĕ, тет. N. Чиртен тасалнă. || Проходить (о болезни). N. Кĕçĕ çапах тасалмаç. || Очищаться (о желудке). Пазух. Т. Çапла тусан унăн (у нее) вар-хырăмĕ тасалса тухать (purgatur alvus). || Совершать суеверные обряды очищения. Ст. Чек. Кĕркуннесерен турăсенчен тасалаççĕ; вара тин чиркĕве кĕлле кайма юрат. Килĕшне тасатнă, ноябрь уйăхăнче юпа уйăх хыççăн, кĕлле кашни чиркĕве кайнă. Турă патне кайманни киремет патне кайнă турра кĕл-тума. || Перестать (родить). Орау. Йăван арăмĕ ачаран тасалнă (перестала родить). || Оправдаться. Орау. Вăл хай лаша вăрланă ĕçрен (в краже лошади) тасалчĕ-и-ха? — Тасалчĕ. || Убираться, уходить, провалиться (о надоедливом посетителе). Орау. Хăнасем аран-аран тасалчĕç. Гости еле-еле убрались. Ib. Аран-аран тасалчĕ (хăямат, пĕтĕмпех йăлăхтарчĕ, кунĕпе лăкăртатса ларчĕ). Изамб. Т. Кунтан тасал или кай. Убирайся отсюда! N. Тасални аван. Хорошо, что убрался! (Усăсăр, юратман çын кайсан калаççĕ). Сред. Юм. Тасалччăр! (пусть уберутся). В др. говорах вм. этого употр.: таси паха! См. Магн. М. 131. Çутт. 45. Сан ачусене нихăçан та, ку вырăнтан тасалса кайнине кураймăп, тесе мăкăртатнă вĕрене (клён). || Приняться хорошо рости (о здоровом росте). Кĕвĕсем. Йăвăçсем карĕç тасалса. || Исчезать. Альш. Вара (после этого) хирте вăл курăк тасалат (исчезает).

тăрăххăн

вдоль. Альш. Унта, çав Вăтакассах каллех тăрăххăн, ку урамалла, Мухмăр Иван теççĕ, çавă пăхса ларат. || Сред. Юм. Хăй йосаввине хăй пăхса пырсан, тăрăххăн çиç пăхса пырать, теççĕ. СПВВ. Тăрăххăн пăхкаласа любуясь своими (нарядами). || Альш, Йытти пырат-сикет çакна тăрăххăн, леш ӳкет. Собака бросается на его плечи, а он падает. || Употребл. в качестве послелога. N. Вĕренмен тăрăххăн (из-за необразованности) пирĕн хура-халăх пур усал кирлĕ мар япаласене ĕненсе пурăннă. N. Каланă тăрăххăн (к слову), пирĕн тата çĕр ахалех ним усăсăр выртса нумай сая каять. N. Ĕçĕ малалла аван пырсан, çак хаçета вуланă тăрăххăн (судя по этой газете), пирĕн чăваш та пăртак ытти халăхсем пек пурăнакан пулĕччĕ, тенĕ.

харамса

(харамза), дармоед. СПВВ. ФИ. Харамса — усăсăр; ĕç хушса итлемесен: эй, харамса, теççĕ. СПВВ. ТМ. Харамса — наян, ĕçлеме ӳркенекен çын. У цив. кряшен: арăмсă тамак — дармоед. Рак. Тăваттăн тӳп-тӳп, пĕри харамса. (Лаша урисемпе хӳри). Н. Карм.Тăваттăн тӳп-тӳп, пĕр харамса. (Лаша). Ст. Чек. Харамса, çăккăр харамси, дармоед. Ib. Харамса, çисе кăна выртатăн, ĕçу çук.

шăхăр

свистеть. N. Такшин шăхăрать. Кто-то свистит. ГФФ. Торти те толли тор лаши, шăхăрмасăр шыв ĕçмест, алламасăр сĕл çимест. Гнедая сытая лошадь не пьет воду, пока не посвистишь, и не ест овса, пока не просеешь. N. Сумасшедшая всю ночь ходила „шăхăрса“, грозя сжечь. Юрк. Пăхăсăн, çав шăхăрса пыракан кулли хăнчен çухрăм ытла аякран иртсе кайнă. А.-п. й. 70. Пӳрнеске хăвăрт кăна кашкăр хăлхи ăшне кĕрсе ларать те шик! шăхăрать. Ib. Пӳрнески хытăран хытă шăхăрать. Ib. 71. Пӳрнеске кашкăр хăлхи ăшĕнчен ши-ши! шăхăрса ярать. Ib. Кам шăхăрать унта? — тесе каялла çаврăнса пăхать хуçа. Анчах Пӳрнески шăхăрма чарăнать. Кăшт кайсан, Пӳрнеске каллех шăхăрса ярать. Цив. Тула çĕрĕ илсе тух та, çавăн витĕр мĕн калас сăмахна каласа шăхăрайăр, вара эпĕ хамах килĕп. КС. Çил шăхăрса вĕрет. N. Сан çинче вара хурлăхлă çил анчах вĕретчĕ, усăсăр иртнĕ кунçулшăн шăхăрса йĕретчĕ. Дик. леб. 48. Вĕсен витĕр çил шăхăрса уласа анчах тăнă. КС. Кĕркуннехи вăйлă çилсем шăхăрса вĕреççĕ (в отверстиях и пр.). Ib. Пĕр пулькки шăтăк пулмалла: шăхăрса карĕ. N. Пулĕсем шăхăрса тăраççĕ. N. Шăхăрса ларать (о здании). Чуратч. Ц. Унччен те пулмарĕ, пуç минресе шăхăрса ячĕ, куç тĕтреленсе карĕ, трупаран мĕлле тĕтĕм тухать, çавăн пекех куçран кăвак тĕтĕм тухнă пек туйăнчĕ: Карачăм пенĕ те, мана туйи пуçранах тивнĕ. Ст. Чек. Вут шăхăрсан, хăна килет, тет. Никит. Хуран шăхăрсан — хуйăх пулать. (Примета). Слакбаш. Çуна шăхăрса пырать. Полозья саней как бы издают свист. || Емельк. Шăхăрать, смекает, понимает. Тайба. Шăхăрса çитеймен, не понял. Орау. Сăмаха час шăхăрса илеймест. Ст. Чек. Шăхăраймас, не догадывается, не понимает иносказательных выражений, намеков. Орау. Вăлтса каланă сăмаха час шăхăрса илмелле мар. Икково. Холха шăхăрмасть (плохо слышит). || КС. Шăхăрса юлчĕ, прозевал, остался с носом. N. Шăхăрса юлас марччĕ. Как бы не прозевать, как бы не проворонить. Яргуньк. Шăхăрса килет, идет ви с чем (не получив того, чего хотел). || КС. Шăхăр Йăван, глупый человек.

малараххи

будущий; ранний. N. Малараххине кура пурне те усăсăр вырăнне хуратăп та çав. || Бес чув. 1. Хирте икĕ эрне малараххи пекех (как две недели тому назад) юлмасан та, çапах юрамалла пулнă.

Русско-чувашский словарь

бесполезный

прил.
1. (син. напрасный) усăсăр, харам; бесполезная трата сил вăя усăсăр сая яни
2. в знач. сказ. бесполезно кăлăхах; бесполезно спорить с ним унпа тавлашни кăлăхах

бессмысленный

прил.
1. (син. неразумный; ант. осмысленный, разумный) ăссăр, тĕлли-паллисĕр, ним пĕлтерĕшсĕр; бессмысленный набор слов ним пĕлтерĕшсĕр сăмах купи
2. в знач. сказ. бессмысленно (син. бесполезно) усăсăр, усси çук; бессмысленно ожидать от него помощи вăл пулăшасса кĕтни усăсăр

даром

нареч.
1. (син. бесплатно) тӳлевсёр, саплавсăр, ахаль; отдать даром ахалех парса яр
2. (син. бесполезно, напрасно) усăсăр, харам; труды пропали даром ĕçлени харама кайрĕ ♦ и даром не надо ахаль парсан та кирлĕ мар; Это тебе даром не пройдёт! Ку сана ахаль иртмест!

зря

нареч. (син. напрасно)
кăлăх, кăлăхах, усăсăр; зря ты на него обиделся эсĕ ăна кăлăхах кӳрентĕн

карман

сущ.муж.
кĕсье; боковой карман айккинчи кĕсье; карманы пальто пальто кĕсйисем; положить блокнот в карман блокнота кĕсьене чик ♦ не по карману укçа çитмест, ытла хаклă; у него толстый карман унăн кĕсйи хулăн (укçа нумай); держи карман шире кĕтсех тăр, кĕтни усăсăр; за словом в карман не полезет сăмахшăн кивçене каймасть

конкуренция

сущ.жен.
тавлăх, ăмăрту, тупăшу; тава кĕни, ăмăртни, тупăшни; конкуренция на рынке рынокри тупăшу; он вне конкуренции унпа тава кĕни усăсăр

напрасный

прил., напрасно нареч.
1. сăлтавсăр; ахалех; обвинять напрасно сăлтавсăр айăпла
2. (син. бесполезный) усăсăр, кăлăх, кăлăхах; напрасные старания усăсăр тăрăшни

сожалеть

глаг. несов.
пăшăрхан, кулян, ӳкĕн; шелле, хĕрхен; сожалеть о напрасных затратах усăсăр тăкак тунăшăн кулян

толк

сущ.муж.
1. (син. польза) усă, пайта, тулăк; Какой с него толк? Мĕн усси пур унран?
2. (син. смысл) йӳн, йĕрке; рассуждать с толком йӳнлĕ шухăшласа калаç ♦ без толку ним усăсăр; сбить с толку ăса минрет; Что толку? Мĕн усси?

хлопоты

сущ.
множ. 1. (син. дела, заботы) ĕç, ĕç-пуç, тăрмашу, чăрману; тăрмашни, чăрманни; хлопоты по дому кил-çуртри ĕç-пуç
2. (син. просьбы, ходатайства) тăрăшу, ыйту; тăрăшни, ыйтни; хлопоты оказались бесполезными ыйтса çӳрени усăсăр пулчĕ ♦ хлопот полон рот погов. ĕç мăй таран

Русско-чувашский словарь (1972)

антимония

мн, нет разводить антимонию р а з г. усăсăр палкама, пуш сăмах çаптарма; не разводить антимонию усăсăр палкаса ан лар.

витать

шухăшпа вĕç; витать в облаках усăсăр ĕмĕтленсе пурăн.

вхолостую

усăсăр, пушăлла, ахалех.

толочь

-лку, -лчёшь несов., истолочь и растолочь сов. кив (кĕпе-йĕме), тӳ (вир), пус (тăла); толочь воду в ступе усăсăр ĕç, кирлĕ кар ĕç ту.

тратить

-чу что несов., истратить и потратить сов. тăккала, тăкакла, пĕтер (укçа); тратить время вăхăта усăсăр ирттер, вăхăта сая яр.

турусы

турусы на колёсах пулас çук япала (ĕмĕт), усăсăр калаçу, суя сăмах.

холостой

1. хусах, яш, каччă, авланман çын; старый холостяк ват хусах; 2. пушă, усăсăр; холостой патрон пушă патрон; холостой выстрел пăшала тарпа çеç, пульăсăр пени.

Русско-чувашский словарь социальной лексики (2004)

затраты

тăкак, тăкаксем; затраты труда ĕç тăкакĕ; производственные затраты производство тăкакĕсем; непроизводительные затраты усăсăр тăкаксем; возмещение затрат тăкак саплани

Чувашско-татарский словарь (1994)

усăсăр

файдасыз

Чувашско-эсперантский словарь

усă

[uzo]
utilo
усă кур — uzi, utiligi
хире-хирĕç усă — reciproka utilo
усă курни — uzo, utiligo
усă куракан япала — uzata aĵo
усăлăх — utileco, efikeco
эмел усăлăхĕ — favora influo de kuracilo
усăллă — utlia
усăллă витĕм — favora influo
усăллă ĕç — utalia afero
усăллă канаш — valora konsilo
усăсăр — senutila
усса кил — esti utila

Неологический словарь чувашского языка

аппаратçă

ç.с. Пĕр-пĕр тытăмлăх (учреждени) ĕçне йĕркелекенсенчен пĕри; аппаратчик. Аппаратçă-пуçлăхсемпе усăсăр кĕрмешсе мĕн чухлĕ вăхăт сая яни, сывлăха пĕтерни кунта каламасăрах паллă пуль. Хв.Уяр //Я-в, 1991, 11 /, 28 с. Те Стародубцев аграри, те Селезнев аппаратçă, те Купцов сăрă кардинал ... хыççăн каймалла. Х-р, 18.03.2000, 2 с.

вырăслăх

1. Ç.п. Несĕлĕпе е чĕлхипе вырăс пулни. Поэтăмăр [Г.Айхи] пултарăвне хакланă май «чăвашлăх» е «вырăслăх» ыйтăвне хускатни усăсăр япала. Вĕсен хушшинче — пултарулăх ĕçне илес пулсан — чикĕ лартаймастăн. А.Хусанкай //Х-р, 10.09.1992, 5 с. Н.Ашмарин вырăслăхĕпе пире вĕçĕмсĕр сăмсаран чышнине тӳссе çитет! Э. Илле //Х-р, 2.08.2000, 2 с. 2. П.п. Вырăс хавалĕ, вырăс тĕнчи (чĕлхи, шухăшлавĕ, йăли-йĕрки, тĕнĕ т.ыт.те); вырăссен несĕллĕхĕ. Пĕр енчен [Г.Н.Волковăн «Пуш уйăхĕн вĕçĕнче» калавĕнче]чăвашлăхшăн тăрăшакансем..., тепĕр енчен — вырăслăхшăн тăрăшакансем. И.Кузнецов, 1977, 169 с. Ара, пĕтĕм информаци, хыпар вырăсла килнипе пĕтĕм тĕнче вырăслăхран çеç тăрать вĕсемшĕн. Ил.Ива-нов //Х-р, 8.10.1992, 2 с. Вырăсăн вырăслăх, чăвашăн — чăвашлăх пултăр. Х-р, 24.08.1993, 3 с. Ку, ун шучĕпе, чăвашлăх статусне чакарать, вырăслăхăнне ӳстерет. Х-р, 15.08.2000, 4 с.

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

йăран

ана чикки; пилĕк çĕр тăваткал чалăш. Çавăнпа анасем чиккине (йăрансене) тухнă усăсăр курăксене чечеке ларичченех çăлса тăкас пулать [Каким 1911:2]; Çакăн пек суха пуçп, ырхан лашапа кунне пĕр хăрах йăрантан (пилĕк çĕр тăваткал чалăш) мала сухалас çук [Степанов 1908:7].

пичетле

пустар. Патшана итлеме кирлĕ мар, Патшалăх Пухувĕ вăл усăсăр, пĕр кулăшла япала анчах пулмалла, унта яма çынсем суйлама кирлĕ мар тесе çырсан вăрттăн çĕрте пичетленĕ (пустарнă) хутсем салатрĕç [Высочайшие 1906:71].

См. также:

усăллă усăн усăнтар усăнчăк « усăсăр » усăсăрлăх усăсăрлан уса усадебный усадьба

усăсăр
Свойства слова не указаны
 
Хыпарсем

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org