Поиск: çуха

Введите слово для поиска

Область поиска:

Чувашско-русский словарь (1982)

галун

галунный
çуха çине галун çĕле — нашить галун на воротник

елеке

2.
расстегнутый, распахнутый
елеке çуха — расстегнутый ворот

котик

котиковый
котик промысли — котиковый промысел
котик çуха — котиковый воротник

нутри

нутриевый
нутри çуха — воротник из нутрии
нутри ферми — нутриевая ферма

пăв

I.

1.
давить, сдавливать, сжимать
çуха мăя пăвать — воротник давит шею
хаçат тĕркине пăвса çых — связать кипу газет потуже

сывла

1.
дышать
пĕр тикĕс — сывла дышать ровно
сăмсапа сывла — дышать носом
уçă сывлăшпа сывла — дышать свежим воздухом
сывлайми пул — задохнуться
вăл аран сывлать — он чуть дышит
пулă сухапа сывлать — рыба дышит жабрами
тăвăр çуха сывлама памасть — тесный воротник перехватывает дыхание

тавăрăнчăк

1.
засученный, завернутый
загнутый

тавăрăнчăк çанă — рукава с обшлагами
тавăрăнчăк çуха — отложной воротник

тарай

шелковый
атласный

тарай тутăр — шелковый платок
тарай çуха — атласный воротничок
тарай кĕпе-йĕм — шелковое белье

тăратма

3.
стоячий
тăратма çуха — стоячий воротник

тир

меховой
кожаный

мамăк тир — 1) пушнина 2) пушной
мамăк тир таварĕ — пушной товар
мамăк тирлĕ тискер кайăк — пушной зверь
пăши тирĕ — лосйна
сăсар тирĕ — куний мех, куница
сурăх тирĕ — овчина
сысна тирĕ — свиная кожа
пакша тир çуха — беличий воротник
туман тир — сырая, невыделанная кожа, шкура
тунă тир — выделанная кожа, шкура; выделанный мех
хăнтăр тирĕ — бобровая шкура, бобер
тир атă — унты
тир витĕмĕ — кожный покров
тир кĕви — зоол. кожеед
тир (тирне) сӳ — 1) снимать шкуру (с животного) 2) перен. спускать, сдирать шкуру
тир тăвакан — 1) кожевник, дубильщик 2) скорняк
тир ту — 1) выделывать, дубить кожу 2) скорняжить
тир тумалли хуйăр — дубильная кора
тир тутар — отдавать кожу на дубление, на выделку
тир хыр — спец. мездрить, очищать от мездры

укçаллă

3.
украшенный монетами
укçаллă мая — монисто, ожерелье из монет
укçаллă çуха — монисто, ожерелье из монет

хăнтăр

2.
бобер, бобровый мех
хăнтăр çуха — бобровый воротник

хăршăл

2.
выцветать, линять
хăршăлнă çуха — выцветший воротник

чĕнтĕрлĕ

1.
имеющий кружева, вышитый кружевной вышивкой
чĕнтĕрлĕ кĕпе — платье с кружевами
чĕнтĕрлĕ çуха — кружевной воротничок
чĕнтĕрлĕ чăлха — кружевные колготки

чик

10.
наклонять, склонять (напр. голову)
опускать, потуплять
вăл куçне çĕре чикнĕ —он потӳпнл глаза
пите çуха ăшне чик — уткнуть лицо в воротник
пуçа чик — 1) опускать, склонять голову 2) перен. вешать голову

шашкă

норковый
шашкă çуха — норковый воротник
шашкă тирĕ — норка (мех)

шиншилла

шиншилловый
шиншила çуха — шиншилловый воротник
шиншила кролик — кролик шиншилловой породы

çуха

1.
ворот, воротник, воротничок
кĕпе çухи — воротник рубашки
пальто çухи — воротник пальто
çавра çуха — круглый воротник
тилĕ çуха — лисий воротник
шăтăкла çуха — кружевной воротничок
çухаран ярса тыт — схватить за шиворот

çуха

2.
монисто, ожерелье из монет

çухава

диал.
то же, что çуха 1.
тăлăп çухави — воротник тулупа

крахмалла

крахмалить
кĕпе крахмалла — крахмалить рубашку
крахмалланă çуха — крахмальный, накрахмаленный воротничок

çавăр

19.
отделывать
обшивать, оторачивать

кĕпе аркине тĕрĕ çавăр — отделывать подол рубахи вышивкой
ука кирлĕ çуха çавăрма, хайла кирлĕ юрă юрлама — фольк. чтобы обшить ворот, нужны позументы, чтобы спеть песню, нужно искусство

Никольскийĕн чăвашла-вырăсла словарĕ

çуха

ворот, воротник; "çуха" – особое женское украшение, увешанное монетами.

201 стр.

çухалла

надевать обратно "çуха".

201 стр.

Словарь чувашского языка

çавăр

(с'авы̆р), вертеть, вращать; перевертывать, навертывать. ЧС. Ашшĕ унăн сăмахне итлесе тараса (колодец) патне пынă та, каткана (бадью) çавăрса улăхтара пуçланă. Ск. и пред. чув. 99. Чупать ав вăл васкаса, урисене çавăрса. Собр. † Кăвак лашасе кӳлер-и, хĕврисене çавăрса тӳлер-и. N. Ăçта выльăх-чĕрлĕхĕн пуçне те çавăрса лартат (ие). Бугульм. † Пĕчĕкçĕ çĕлĕк, çавра çĕлĕк, çавра-çавра ларта пĕлмерĕм (не мог надеть как следует). Кан. Пуслăх пек рычак тытнă та, çавăра тăрать (так и вертит, угрожающе). || Повертывать, размахиваться (чем). Макс. Чăв. К. I, 60. Кĕтĕм эпĕ хура, ай, вăрмана, пуртă çавăрайми йывăç пур (так как лес очень густ, то нельзя размахиваться топором). N. Енне-енне çавăрса тăратса. Образцы. Самар çуни — сарлă çуна, çаврайăттăм пӳрт умне. || Повернуть; завернуть. Тайба-Т. Пĕчĕккеççĕ лаша — турă лаша, çунине çавăрса хуринччĕ (а если бы повернула!). Çутт. 31. Шкула кĕнĕ чух урисене çавра-çавра пăхса тасатать. Изамб. Т. Лашана хапха патне çавăрса кил. Заверни лошадь к воротам. Бур. † Кил-йышĕ килте пулинччĕ, хирĕç тухса илинччĕ; лаши матур пулинччĕ, вăр çавăрса ларинччĕ (надо: лартинччĕ). N. † Çавăрма çук сылтăм хула, ытарма çук савнă сар хĕре. || Перевертывать (настроение; одежду, при перешивании). Баран. 42. Йытă улашни выçă кашкăрăн чĕрине шарах çурать, пĕтĕм ăшчиккине çавăрать. N. Халата çавăрса çĕлетрĕм. || Обращать внимание. N. Псков, Новгород таврашĕнчи юçлĕх çĕрсене типĕтсе çереме çавăрĕç. N. Унăн чирлĕ выртакан вырăнне канмалли вырăна çавăрĕç. Т. VII. Ĕлĕк пĕр арăм чире хывнă тет те, çемйисем хире кайсан: турăçăм ырлăха çавăрччĕ! тесе юрласа çӳрет, тет. || Возвращать назад, привести (о судьбе). N. Хăçан та пулсассăн вăл сана киле çавăртăр (пусть вернет домой). N. Темлерен çавăрăнăп-и анчах. Пазух. Кĕркуннехи уçăма тур ут пусĕ малашне. Ан йĕр-ха, атте-анне, турă çавăрмĕ-и малашне. Н. Карм. † Çӳлĕ тусем çинче çавра кӳлĕ, çил çавăрса кӳртрĕ пĕр çулчă; пирĕн тăвансемех пит аякра, тур çавăрса кӳчĕ пĕр çĕре. Календ. 1907. Çĕре çапла тума, çапла ĕçлеме нумай расхот та, вăй та тухать. Анчах ун вырăнне, тухнă расхота, пĕтнĕ вăя çавăрса, нумай усă кӳрет. Ерех 16. Нимле те алла çавăрма çук, ытла йывăр çул килчĕ. Янтик. † Ах йыснаçăм Якку пур, сана пулас марччĕ, такçтан турă çавăрчĕ. Альш. Пулăçăсене ку ача калат: турă çавăрнипе татах çаврăнтăм çав (опять пришлось здесь пройти), тет. || Кружить, бушевать (о буре). Сред. Юм. Ах тор, паян тăман çаврать (буран кружит). Епле çӳрет çôл çӳрекен çын! Коракыш. Çанталăк пит кансăр пулнă, çил-тăман тем пек çавăрнă (бушевала пурга). N. Айĕн-çийĕн çаврать (буран). Кан. Час-часах çил-тăмăн тухса çавăрать. || Кружить голову. АПП. † Хӳмесем çинчен ан çӳрĕр, çамрăк пуçăра çавăрса. N. Тем хам пуçа хам çавăрса порнап. Янтик. † Çын сăмахĕ хыççăн ан кайăр, çын сăмахĕ пуçа çавăрать. Полтава 14. Çамрăк илем анчах мар хĕрсен пуçне çавăрать. N. Мĕкĕтепе Петĕр, вĕсен пуçне такам çавăрнă пек, карчăк сăмахне итлесе, тумтирсем, çĕлĕксем тăхăнаççĕ те, чупаççĕ хупаха. || Обдумывать. Ск. и пред. чув. 21. Лайăхрах ыйтса пĕлем, ăспа пуçра çавăрам, унтан вара ĕненем. || Проплыть вокруг. N. Ку шӳкке пулат, тет те, кăна хăвалать, тет. Пĕтĕм кӳле çавăраççĕ, тет. || Обернуть. Сборн. по мед. Тутăр татăкĕ илсе, ăна кача-пӳрне çумне çавăрса. N. † Йори илтĕм çут пиçхи, çавра-çавра çыхмашкăн (обернув вокруг), йори килтĕм çак хоçа патне, çавра-çавра поплеме. || Украсть, присвоить. N. Иван: эпир сутăçсем пулă сутма пурсан, пуллине ак çапла çавăратпăр, тет. Хăй сутăç умĕнчен лушкипе çăва йăлт хăй патне пуçтарса илчĕ, тет. || Обойтись (в течение известного времени). Тим. † Алăкран тухми çӳпçи пур, аллă пилĕк сурпанĕ пур, аллăшне парне парсассăн, çул çавăрма çитĕ-ха, пилĕкĕш хăне (= хăйне) юлĕ-ха. || Обходить, подносить. Мусир. Çитмĕл курка çитмесен, çавра куркапа çаврас (обнести), тет; çавра куркапа çавăрăнмасан, тимĕр куркапа тивертес, тет. || Собирать в одно место. Ст. Чек. Хĕрĕм, кĕтĕве çавăрса хăвар-ха. Дочка! собери-ка стадо в одну кучу. || Рыть. В. Буян. Çав шăтăкра патша ывăлĕ çĕр тĕпĕнче хăйăр çавăрнă. || Свить (гнездо). Сред. Юм. Çерçи йăва çавăрнă. Воробей свил гнездо. Баран. 150. Пурте йăва çавăрса чĕпĕ кăларăççĕ. Ib. Тилĕ... вĕçен-кайăксен çĕре çавăрнă йăвисене шыраса тупать. || Строить (дом). Сред. Юм. Ô çын халь çорт пит çаврать. Он теперь строится во всю (строит дом, усиленно занят постройкой дома). Кан. Халĕ вăл пĕр уйăх хушшинче килне çавăрса çитере пуçларĕ (стал достраивать), пӳртне тимĕр витнĕ. N. Пӳртсем лартрăр-и? Кил-çорт çавăртăр-и? Çуртăрă-йĕрĕре çавăртăр-и? Кил-картиш çавăрайрăр-и? Построились ли вы? (Так спрашивают в разных говорах погорельцев). N. Кусем хăйсем пĕр тĕрлĕ ял çавăрса пурнаççĕ. || Городить. Пазух. Тимĕртен анкарти эп çавăртăм, йĕтемиине шăвăçран сартартăм, юпине ылттăнран, ай, ларттартăм. Альш. Кив çурт çинче (на прежнем месте деревни) анкартисем çавăра-çавăра, тыта-тыта пĕтернĕ. N. Пирĕн атте картишне шурă хăвапа çавăрнă. Якейк. Холая чолпа çавăрнă. Город огорожен каменною стеною. || Класть (печь). Изамб. Т. Кăмака çавăрас. || Точить (о токаре). КС. Йĕке çавăр, вытачивать веретено; чашăк çавăр, вытачивать блюдо. || Обойти. Бюрг. † Анкарти тулашĕнче мулкаç вылят, пĕр çавăрса пулма-çке (= пулмаст-çке). N. Эпĕ çĕр çинче çӳрерĕм, пĕтĕм çĕре çавăрса тухрăм (обошел всю землю). || Вышивать. N. Мĕн ĕçлетĕн, тăхлачă? — Йывăр тĕр (тĕрĕ, узор?) çавратăп. || Оторачивать. Алших. † Çипирккене хăнтăрсем эп çавăртăм. || Отделывать. Тим. † Пурçăн пиçиххи ярапине çавăрса пулмарĕ укапа. Пуянăн та сарă ачине çавăрса пулмарĕ çамрăк чух. Бур. † Ука кирлĕ çухана (вар. суха) çавăрма; хайла (уменье, сноровка) кирлĕ юрăсене юрлама. Ib. Тулĕсене пурçăн туртăр-а (у „тарай енчĕк“) ăшĕсене ука çавăрăр-а? Срв. Оп. иссл. чув. синт. I, 177. Лашм. † Улача кĕпе аркине çавра-çавра тыта пĕлмерĕм. || Закруглять. Альш. † Эпир ларас вырăна çавăрса тунă иккен тенкелне. || Увлечь, seduire. N. Ăна час çавăрма пулать. Её легко увлечь. Алешк.-Сапл. † Ылттăн ука çуха çавăрать, маттур ача сар хĕр çавăрать. АПП. † Вăрман хĕрринчи сар-кайăк, сала çаврас сасси пур... Тим. † Пирĕн савнă туссем ялта мар, сире çавăрмашкăн эпир мар. || Расположить к кому-либо; склонить. КС. Ун кăмăлне çавăрсан, тем чул та сăпаççипа калăттăмччĕ сана. N. Халăх кăмăлне çавăрас шухăшпа, вăл комиссияна (= комиççие) халăхран та суйланă çынсене кӳртмелле тунă. Бюрг. † Хамăн тенĕ тантăша пĕр çавăрса пулмарĕ мулпалан. N. Вăл патшалăхра мĕн те пулсан нумай вĕтĕ-вĕтĕ çĕр тытакансем туса, вĕсене хăй енне çавăрасшăн. Кубня. † Ай-хай савнă тусăм, хура куç! çавăрса пулмĕ-ши хам çумма? Юрк. Сирĕнпе пĕрле ĕçсе çиме пире çăкăр-тăвар çавăрчĕ. Ib. † Килес çукчĕ эпĕ çак киле, сирĕн çăкăр-тăвар çавăрчĕ. || Уговорить, убеждать (сильно раздраженного). Сред. Юм. Темле çиленнĕ çынна та хай маййăн çаврать (может уговорить). Альш. Унтан çавăра-çавăра хай хĕре йӳнерех хака килĕшеççĕ те, çураçаççĕ. Орау. Калаçкаласа аран-аран çавăртăм (уговорил). Альш. Карчăк хĕр тупать, карчăк каччă çавăрать. || Привлечь на свою сторону. Кан. Ку ĕçе пĕччен майлама çăмăлах мар, Ортяккова çавăрар. Кан. Ку кооператив халăха çавăрма (привлечь) пĕлменнинчен килет. || Ловко говорить, говорить обстоятельно. N. Халĕ вĕсем вĕсене хирĕç пит аван çавăрса çыпаçтараççĕ (ловко отвечают на выпады их). ТХКА 58. Ăслă, тăнлă çынсем аван, сăмаха çавăрса, ырă кăмăллă калаçнине илтсен, илемлетсе шăнкăл-шăнкăл шыв юхнă пек шăкăлтатса, кăмăла-чĕрене пусарса, лаплантарса, пит ăслă, вырнаçуллă, çыпçуллă çырнине вуласан, калаçнине илтсен, ах, вара, çавра-çил пек, ман шухăш кĕвĕçпе явăнать. КС. Ăна хирĕç лайăх çавăрса хучĕ. Ловко отпалил (ответил) ему. N. Çавăрса калаçаймаçт. Шемшер. † Йори килтĕм çак хоçа патне, çавра-çавра поплеме. Конст. чăв. Çапла сан пек çавра-çавра каласа ăнлантаракан пулнă пулсан, капла пулас çукчĕ эпир, терĕç. Лашм. † Пĕчĕкçĕ çĕлĕк, çавра çĕлĕк, çавра-çавра ларта пĕлмерĕм; çак тусăм килсен, çавра-çавра калаçа пĕлмерĕм те, калаçа пĕлментен сивĕнчĕ. || ЧП. Выртрăм, ăйхăмсене çавăраймастăп (не могу уснуть) || Спеть куплет. Кильд. † Пĕр çавăрса илсе пĕр юрлăтăм, ăшăмра мĕн пуррине калăтăм. Кĕвĕсем. Чĕкеç килет сассипе, çавăрса юрлать юррине. || Уплетать. Кан. Нимрен ытла, кĕселе атте юратсах çавăрать. || Иногда выражает силу, ловкость, законченность действия. СТИК. Çавăрса çырт, укусить.

çука

назв. украшення. См. çуха. СПВВ. ТА. Çука = мăй çыххи.

çуха

çоха (с’уhа, с’оhа), ворот. Юрк. Кĕпе çухи. Б. Олг. Тăлăп çохи, чаппан çохи. См. çохапи, çухави. КС. Тăратмалла çуха, отложной воротник. Чăв. й. пур. 27°. Мĕшĕн тартăн? тесе, Яккăва çухаран ярса тытнă. N. † Улача кĕпе, йĕтĕн çуха, ан пĕтерсем — тăхăнаймăп. Собр. † Улача кĕпе, çавра çуха, кам каснă-ши сирĕн çухăра. Чăв. к. Ука кирлĕ çуха çавăрма, хайла кирлĕ юрă юрлама. || Шейная повязка. Бижб. Бгтр. † Манпа варлă хĕрсем çук, çуха çыхас хуйхи çук. Ib. † Пирĕнпе варлă хĕрсем çук, çавăнпа пирĕн çуха çук. Лашм. Ачисем пĕр хăмачă кĕпелĕ, çухи мăйĕ кĕмĕл тӳмелĕ. || Ожерелье из монет (украшение). Шибач. Çоха. Чертаг. Çуха, род ожерелья из пятиалтынных и двугривенных, нашитых в два ряда на коже (сăран). Якейк. Çохая мыя çакаççĕ. Çинче сăран çине тенкĕсем (вĕтĕ тенкĕсем: вăтăр пилĕклĕх, ал’иккĕллĕх, çитмĕллĕх) çакаççĕ; сăран çӳл еккине (тенкĕсенчен çӳлелле) вĕт шăрçасам ĕçлесе яраççĕ. Б. Нигыши. Хай хĕр хăй çумăнчен виççĕ тенкĕ татнă та, шăшия çуха туса панă. ЧП. Сирĕн çухăрсем пит илемлĕ, çухăр хуралçисем мунчала. Ib. Чăн мерчентен çуха юсакан.

çухави

çохави (с’уhави), воротник шубы, рубахи. Сред. Юм. Çухави тесе кĕпе çухине калаççĕ. N. Çохави çиппи, черные нитки, шелковые. Слеп. Çухави çине çуха тытаççĕ. Ib. Кĕпе çохави. КС. Кĕпе çухави, ворот; кĕрĕк çухави, воротник.

тытăç

(тыды̆с’), схватываться, сцепляться, взяться. Орау. Тытăçса вăрçас пек ятлаçрăмăр. Разругались до того, что чуть не подрались. Байдеряк. Пурте пуçтарăнса çитсен, каяççĕ хире, çерем çине, алла-аллăн тытăçса (взявшись за руки), юрласа. || Схватываться, т. е. вступать в драку. N. Кам-та-пулин çуха-пуçĕпе пĕр касă ытлашши çуртарса тухсан, е ана йăранĕ тепĕрин енне ленксен, вĕсем вара ура çăпатипе виçе-виçе вăрçса тытăçса каяççĕ (схватываются и чачинают драться друг с другом).

тух

, тох, выходить, выезжать. N. Краснов алкумĕнчен тухнă, тет; мĕнпе çывăрнă, çавăнпа анчах тухнă, тет, пĕр япала та кăларман, тет. N. Уçланка тухрамăр. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ пĕр пашалу илтĕм те тухрăм. Я взял одну лепешку и вышел (но: илсе тухрăм — вынес). Кан. Аçтăрхантан юлашки прахут октябĕрĕн 14—15-мĕш числинче тухмалла. N. Ачасем, ăрамра шыв тухсанах, тула тухаççĕ те, каçчен те пӳрте кĕресшĕн мар. СТИК. Ыран ута тухмалла çынсем çависене туптаççĕ. Люди, которые должны завтра выйти косить сено, заправляют косы. ПТТ. Ваттисем ахаль каламан пулĕ çав: çын тухиччен туха пĕлмест, тухсан кĕре пĕлмес, тесе. Токшик. Тула тухасран тухас килет. Истор. Ольгă çыннисем тухакана пĕр вĕлерсе тăнă. N. Çула тухсан тин мана калаçма ирĕк пулчĕ. Шел. 101. Тухман чун, сӳнмен вут, тенĕ пек, халĕ эп. N. Тух тула, сыс пӳрте. (Шутка). Яжутк. Тухĕç халĕ утсампа, çуха тарне кăларапăр. В. С. Разум. † Пусма умĕнчи вĕрене тухмассерен вĕрентет; ăна пĕлнĕ пулсассăн, тата саккăр лартăттăмччĕ. N. Вăл унта тухнă та, сасси тухнă таран: мĕн тăватăр эсир кунта? тесе питĕ хытă кăшкăрчĕ. Изамб. Т. Акă çул ялтан тухать, çавăнпа тӳрех каймалла. Çутт. 62. Хăйăр тухакан вырăн. N. Эсир ман ăшран та тохмастăр. Чув. пр. о пог. 275. Çĕлен-калта хĕвеле ăшăнма пит нумай тухнă пулсан, çăмăр час пулать. Если очень много змей и ящериц выходит греться на солнце, скоро будет дождь. Янтик. Çуркунне тула тухнăçеммĕн тухас килет (кунсем пит ăшăран). Ib. Тухман çын, человек ни разу не выезжавший в период какого-нибудь времени; говорят, если он выедет, то обязательно будет буран или дождь. N. Тухман çын утсем патне тухсан, çумăр пулать. Сред. Алг. Эпир ялтан тухас çук, ăс кĕмесĕр ан илĕр. || Т. VI. Вилнĕ çын куçне уçса выртсан, çуртран тата тухасса, теççĕ. || N. Пасара тырă тухми пулчĕ (тухма чарăнчĕ, привоз прекратился). || Выходить по счету, оказываться в должном количестве. N. Кĕлте тухмарĕ. Толст. Апат çиес умĕн амăшĕ çливисене суса пăхнă та, пĕр çырли тухман. N. Ну вăкăрри те (и бык-то...) питĕ мăнтăр пулнă, тет. Ашĕ хĕрĕх пăт тухрĕ, тет, çăвĕ вăтăр пăт тухрĕ, тет. N. Вара мĕн пур пухнине пурне те çапнă та, унăн çĕр пăта яхăн урпа тухнă (оказалось, вышло). N. Пĕр пилĕк-олтă пăт тохатьчĕ полĕ. || Причитаться. N. Халĕ кăштă укçа пур-ха, Праскура ĕкесем хуса кайнипе 1 т. 50 п. тухать. Вишн. 59. Эсир: ĕçленĕ чух пиртен нумай япаласем тухаççĕ те, çавăнта эпир туртăнатпăр, тенине илтнĕччĕ. || Расходоваться. N. Вара санан уччитлĕри шалу тухмас пулĕ. || Вылетать. ПВЧ 120. Атте килĕ, ай, сала пак, сала-кайăк, ай, тухас çук. || Выплывать. Орау. Çурхи шыв тулăх пулмарĕ кăçал, çавăнпа шывсем ăшăххипе сулăсем Атăла тухиман. || Вытекать. ПВЧ 95. Юман касрăм, ай, пыл тухрĕ, çăка касрăм, ай, çу тухрĕ. Альш. Шăнкăр-шăнкăр шыв юхат, шăнкăртăм хирĕнче çăл тухат. || Истекать (о сроке). N. Çав ката (вăрман татăк) патĕнчи çĕрĕн пĕлтĕр, 1916 ç. срукĕ тухрĕ. || Впадать (о реке). N. Онкă çавала тохать. Онга впадает в р. Цивиль. Альш. Вăл кĕтесре Сĕвене Кăнла шывĕ юхса кĕрет. Кăнла шывĕ пысăк шывах мар. Шывĕ тухнă çĕртех, лапра, ялĕ ларат: Кăнла теççĕ. N. Вăл шыв Сăрра тухат. || Обнаруживаться, распространяться. Панклеи. Нумай та порнмарăмăр, пĕр икĕ эрнерен хай кам вăрлани тоххĕр (обнаружилось). || Образоваться. Ст. Шаймурз. † Хурамаран пĕкĕ аврăм, хĕвелпеле хушăк тухминччĕ. || Восходить (о солнце). Янтик. Эй, хĕвел, хĕвел! Юлашки кун сана пăхса юлатăп. Ĕнтĕ, эпĕ кайсан, эсĕ мансар пуçнех туха-туха (или: тухса) анса тăр. || Уродиться. N. Вăрлăхĕ те тухас çук. Чув. пр. о пог. 468. Çулла тĕтре пулах тăрсан, кăрăç нумай тухать. Если летом часто бывал туман, грибов уродится много. || Всходить (о хлебах). N. Калчасем тĕ ешĕл тухрĕçĕ. N. Тырăсам мĕле туххăрç? || О колосе. N. Ырашсем тата поç тохса тикĕсленчи вара? || Выйти замуж (украдкой). Юрк. Куç умĕнче сарă каччă, тухăп кайăп, мĕн тăвăн? Альш. Тимĕрсел чăвашне качча тухса (т. е. вăрттăн) килет, тет. || Выигрываться. N. Патша хĕрпе окçалла выляса окçа тохмарĕ — çилентĕм, тет Йăван. || Проходить. О земл. Çапла акнă хыççăн вăрлăх витĕнтĕр тесе, çийĕнчен сӳрепе анчах тухаççĕ. || Проходить (в дверь). || Приниматься. N. Çамрăкла ĕçрен юлакан ватăлла (ĕçе) тухать, тет. (Послов.). || Случаться (о пожаре). Шинар-п. Çавăн пек эпĕ астăвасса пирĕя ялта тăватă хут тухрĕ (пожар). N. Çа вăхăтра лапах манăн пиçмо тоххăрĕ. || Выгорать (о деле). Кан. Ну мĕнле? теççĕ пашелсем.— Мĕн мĕнли, ĕç тухмарĕ. N. Ăна тилмĕрсе мĕн тухасси пур. N. Эпĕ шухăшланипе ĕç тухмас ĕнтĕ. || Орау. Вăрман кăçан тухать сирĕн? Когда получите разрешение возить. Альш. Сирĕн кăçал вăрман тухат-и? Удастся вам нынче выхлопотать лес? || Скинуться. Панклеи. Попляканă çĕртех çак арçурин хĕреç тохнă-ӳкнĕ. || Выгружаться. Тайба. Т. † Атăлтан арпус тухат-ĕçке, тулса тухнă уйăх пек. || Выйти из употребления. N. † Порçăн тотăр полăтăм, эп хĕр поçĕнчен тохмăтăм. N. Пирĕн... юрамисĕре тухрĕç, улăштараççĕ çак хушăра. N. Арман тухрĕ, ун вырăнне пĕр çӳпĕ-çапă кăна тăрса юлчĕ. || Появляться. N. Вăл (корь) ачана анчах тухать. N. Çула ача чирĕ тухрĕ, тухтăра шыраса Ишеке çитрĕмĕр, Покровскине те çитрĕмĕр, хулана та çитрĕмĕр. || Проходить (о болезни). Нюш-к. Чир çыпăçнă чухне купи-капанĕпе килет, тухнă чухне йĕп çăрти витĕр тухать, теççĕ. Шурăм-п. Чир тухса кайрĕ. || Окончить. Иваново. Эпĕр хамăр ялтан тухсан, манăн двухклассный школа каяс килетчĕ. || Кончиться, заканчиваться, оканчиваться. Изамб. Т. Час-часах хĕлле, раштав типпи тухсан, ĕçкĕ ĕçеççĕ. Альш. Çĕнĕ-кассăн вĕçĕнче çӳлти эрет тухнă çĕрте. Ст. Письмерь, Ставр. Кăнтăрлахи кĕлĕ мункун кунĕ хĕвел тухас умĕн тухать. Альш. Хăят кунĕ (16 июня) каçпа тин хай кĕвĕ каласси чарăнат: уяв тухат вара. Ib. Михайла эрни тухсан, тепĕр эрне хушшинче. Ст. Яха-к. Çăварни тухса кайнă чухне çынсем пурте çăварния ăсатса яраççĕ. Бюрг. Мункун эрни тухсан ытларикун. Календ. 1904. Вара çăварни тухиччен эрнипех сĕт, çу, çăмарта, пулă анчах çиеççĕ. N. Эпĕ санăн çыруна илтĕм мункуя эрни тухнă кун. || Настаиваться (о чае). Альш. Чейĕ тухаймарĕ-ха. Чай еще не настоялся. || Проходить, проезжать по более узкому месту, напр., по лесной дороге, по улице, по засеянному полю и пр. Трень-к. Пирĕн Чăкăртан киле таврăннă чух пĕр вĕтĕ вăрман витĕр тухмалла. Разум. Пĕр çĕрте çĕнĕ çул (дорога) икĕ халăх çĕрĕнчен пĕрин витĕр тухса каймалла полнă (должна была). Богдашк. † Урамăрсем вăрăм, тухма çук. N. Эпĕ пĕр чăрăш тĕлĕнчеччĕ те, чăрăш витĕр тохса тивĕрĕ мана. || Прибыть, приехать. Сред. Юм. Кăш прахутпа тохрăн? На котором пароходе приехал? || Быть изобретенным. Шурăм-п. Пăрахутсем тухсан (были изобретены) та, çавăн пекех пулчĕ. || Подниматься. N. Мăрьесенчен паян кунĕпе тĕтĕм тухать? || Достаться. Бгтр. † Ой тутри, хĕр тутри, тутри хĕрĕн пулсассăн та, укçи хамра тухнăскер. N. Халăх çине тухрĕç (анасем). Ала 6. Шăпа ячĕç, тет: çав çĕлен урлă каçма кама тухать, тесе. Изамб. Т. Эпир, аван çаран тухнисем, пăсма памарăмăр (не позволили переделять). N. Сана та ним те тухас çук. || Явиться. Синъял. † Турă çырни тухаччен атте патĕнче пурăнтăмăр. || Появляться (об облаках, зверях и пр.). Кн. для чт. I, 15. Каçхине çумăр пĕлĕчĕсем тухнă та, çумăр çăва пуçланă. Синерь. Мĕн пирĕн палумия тухрĕ (что это такое появилось, что ест наши яблоки), тесе калать, тет, ывăлĕсене. || Скипеть. Орау. Вуник минут анчах юлчĕ, сăмаварне лартмастăп та ĕнтĕ, унччен тухаймасть вăл. || Вернуться. Орау. Хам укçа та тухмарĕ. Ib. Пушмака кĕркунне тенкĕ те вунă пус панăччĕ. Хакĕ тухрĕ-ши унтанпа? || Набираться для продажи. N. Сĕлĕ тохмас сотмалăх. Орау. Ку шăмата пĕр пилĕкçĕр хăяр тухĕ-ши? — Мĕн пилĕкçĕрĕ, пĕр икĕçĕр тухĕ. Наберется ли к субботе 500 огурцов? — Где пятьсот, ладно если наберется двести. || Спориться (о деле). Юрк. Ĕçĕ (у него) кĕсем урлă та тухмаст (не выходит, т. е. они ему ни в чем не помогли). Ib. Вĕсенчен кăна ыйтнипе нимĕн те тухманниие курсан, ку татах урах май шыра пуçлат. || В. С. Разум. КЧП. Пьесси те вĕсен кулăшлăрахскер, çавăнпа лайăх тухрĕ. || Чхĕйп. Тата тупăк тунă чух тухнă турпаса пурне те пуçтарса илнĕ те... (собирали). || Стать, сделаться (кем либо). Шорк. Олпута тохнă, попа тохнă. N. Асла тух, мухтава тух. Сред. Юм. Учитĕле тухнă. Доучился до учителя и служит учителем. Рукоп. календ. Прокоп. Начара тух, вĕте тух, вака тух. N. Эмелçĕ хăй пĕлĕвĕ тăрăх асла тухать. N. Санăн варлă çынну, санăн тусу тăшмана тухсассăн, сана вилес пек хуйха ӳкермест-и? N. Вĕсем типсе пĕтсе кайнă хăравçа тухнă, ялан айăплă çын пек тăраççĕ. N. Эсĕ мĕнле чина тухан? || Превращаться, обращаться. N. Аскăнланса çӳрекен çын çемйине тĕрлĕ усалтан сыхлас вырăнне хăй тăшмана тухать. N. Навуса тухнă, обратилось в навоз (о железе). || СРОВ. 11. Ухмаха тухнă-и-мĕн ку çын? Она сошла с ума? || Увольняться, оставить службу. N. Вăл вырăнтан тухатех, теççĕ. N. Халĕ эпĕ вырăнтан тухрăм, ĕçлеме юрамаçть. || N. Пĕр министр ĕçĕпе айăпа тухнă пулсан, вăл айăп ытти министрсем çине те ӳкет. || Потерять образ. N. Ну тулĕк эс этемлĕхрен тухрăн, саншăн кулянап. Микушк. † Çын хурланă пуçăма эс хурласан (обракует, обидит), тухать çамрăк пуç çынлăхран („теряет всякое достоинство и выходит из числа людей“). || Дожить. || Быть в обращении (о деньгах). К.-Кушки. Ку укçа тухнăранпа çичĕ патша улăшăннă. С тех пор, как эти деньги были в обращении, сменилось семь царей. || Ослушаться, перечить. N. Эпĕ хушнинчен ан тухăр. СЧЧ. Çемьесем кирек хăççан та аслин сăмахĕнчен тухни çук. N. Эпĕ каланă сăмахран ан тух. N. Вĕсем сăмахĕнчен тухас мар. || Происходить, образоваться. N. Çак вĕрӳçĕ сăмах тухнă вĕр тенĕ сăмахран. || Вылезать, выпадать. Орау. Пакшан пырши тухнă, тет, хăй çапах тепĕр турат çине сиксе ларасшăн, тет. Чураль-к. Çӳçрен ярса тытсассăн, çӳç тухмасăр ямаççĕ (парни). N. Ăйхинчен вăраничченех ăна пĕтĕм ăшĕ-чикки тухса ӳкнĕ пек туйăннă. Орау. Темскер мăккăли шалтан мăкăрлса тухать (выходит изнутри тела наружу). || Встречать. Сунт. Лисука илме тухакан пулман. || N. Эпĕ кăçал тыр вырма тухаймарăм, икĕ эрне питĕ йывăр выртрăм (лежала, хворала). || Собраться. Альш. N. Вăл хайĕн начар çара-çунине, начар кĕсрине кӳлнĕ те, кайма тухнă. N. Эсĕ каймаллах тухнă-и? Ты совсем собрался? || Приводить. ТХКА 51. Çак çул хамăр яла тухать пулас. Çак çулпа киле каяр. || Начинаться. Ачач 4. Нимĕç вăрçи тухиччен пĕр çирĕм çул малтан. || Употребляется в качестве вспомогательного глагола. Альш. Чăнах та ачи уйăрăлса тухат, е тухса качча каят. N. Ишсе тух, переплыви. Юрк. Тăрахтире кĕрсе лайăх яшкасем çисе тухат. О сохр. здор. Çапла вара пĕр чирпе хăш чухне ялĕпех чирлесе тухаççĕ. Артюшк. Вăл ту патне пынă та, лумпа çĕмĕрсе тухнă (пробил насквозь). Баран. 237. Çанталăк лайăх тăнă чух, çак çула ик-виç кун хушшинче ишсе тухаççĕ (проплывают). N. Кунта мĕн çырнине каласа тух. Произнеси (по порядку все те числа, которые здесь обозначены цифрами). N. Пухăва тухсан-тусан, хайхине пуянсем хутлăхне сĕтел хушшине кĕрсе ларма вырăн та пара пуçларĕç, тет. Орау. Пасар майĕпе кĕрсе тухсан-тусан тем пулĕ-ши: те парĕ, те памĕ ĕнтĕ ку вир-ял (деньги). N. Унта çапăçса кам мухтава тухин, ĕç халăхĕ мухтава тухать. Якейк. Кăк кăларнă чох, чакалтасан-чакалтасан, калаççĕ: халь кăк тоха пырать та-ха (корень при корчевании начал выходить). СТИК. Эп унпа кăшт калаçасшăнччĕ, темле тĕпелелле пăрăнтăм та, кайран пăхап — вăл туха кайнă. Микушк. Эпир пуснă вырăна тивлет пусса тухтăр-и? (Из свад. такмак’а). Изамб. Т. Эпĕ кĕмен! Вĕсем хăйсем вăрласа тухрĕçĕ. Кив-Ял. Емелкке кукăр туя илсе йыхăрса тухрĕ пухăва. Альш. Тепĕр тĕслĕ халăх: тутар, мăкшă, вырăс, хăйне ушкăн лара-лара тухнит (расселились). В. С. Разум. КЧП. Иртсе кайнă чух пирĕн пата кĕрсе тух. N. Пĕçерсе тухаççĕ. ТХКА 5. Аттерен уйăрлса тухнăччĕ. Янтик. Тăваткăл минтер, хăмаç пит, сарса тухăр сак тулли; çак Тимешĕн хĕрĕсене курса тухăр (е: юлăр) куç тулли. ЧС. Вара чӳклекен ăстарик пӳртри çынсене пурне те пĕрер курка сăра ĕçтерсе тухрĕ. (Ача ячĕ хуни). Ильмово. Вырăна çитсен, ăрам пек тăрса тухаççĕ те, такмаксем, сăвăсем калаççĕ. Юрк. Малтан çуна пуçланă çурт çунса пĕтиччен аллă-утмăл килле пĕтерсе те пăрахат (тухат). Истор. Пилĕк сахат хушшинче вĕсен мĕн пур карапне пĕтерсе тухнă. || Так гонят собаку. N. Тох, мар-тох (на собаку кричат). Тюрл. Тох! Пошла вон, цыма, тубо! (отгоняют собаку).

тухья

тохья (тухjа, тохjа), назв. девичьего головного убора. Тогаево. † Пирĕн йĕвенни йĕвенле, пуян çын хĕрсен тухйи пек. Кĕвĕсем. Мăкшă симĕс тухьяна кам сăхланмĕ тăхăнма? ЧП. Вылямашкăн, кулмашкăн тухья пуçлă хĕр чипер. Альш. Пуçра тухья (ее части: тăрнашка, çамкалăх — карттус сăмси пекки). СПВВ. ГЕ. Тухья — хĕрсем пуçа тăхăнаççĕ. Ст. Чек. Тухья, хушпу çумĕнче. Хушпăвăн антăрлăхĕ хыçĕнче яраписем, енчен-енчен виçшер ярапа. Ăна шăрçа тирсе тунă; вĕçне укçасем, 10—15 пуслăхсем, çакаççĕ. Тухьян антăрлăхĕ çумне малтан укçа 10 пуслăхсем, сапакалисен, пĕр шăрçа урлă çакаççĕ. Ib. Тухья вилли — начар тухья. Чăв.к. Выляма-кулма мĕн аван? Тухья пуçлă хĕр аван. ПНЧ. 130. Пуç çĕклейми тохьямччĕ, тыр акнă контă турĕç поль. N. Хĕрсем илемне мĕн курет, тухья-çуха пит кӳрет. N. Тухья тӳпи силленет, сулăк тенки çакмантан. Юрк. Тухья тăрнашки (тухья таврашĕнче), тухья шăрçи, тухья кăшăлĕ. Альш. Ахаттеçĕм, аннеçĕм, тухью хыçĕ курăнĕ, кĕрĕвĕ те курăнĕ, çапах мана çитеймĕ. Чутеево. Тухья хăлхи. Тăрнашки. Перед тухй’и увешивается сверху мерчен’ем. Сверху тухья унизывается мелкими стеклянными бусами (шăрçа). Ib. Тухья ум-çаккине алă çупки сарлакăш сăран е пир татăкĕ çине (чăн) нухрат çакса тăваççĕ; наверху мелкий нухрат, внизу крупный. N. Тухья ярапи пулать. С. Мокш. Тумли тумлат (капля капает), çĕре тимест. (Тухья ярапи). Шел. II. 41. Çĕмĕрт сапакисем пулĕç, тухья ярапийĕ пек. Ст. Чек. Тухья кăшăлĕ — тухья, с которой сняты деньги и бусы. || Назв. кишки около çĕр хурчĕ (книжки). Пухтел.

кĕпе

(к'э̆бэ, кэ̆бэ, кэ̆βэ,) рубаха; женская рубаха. КС. Кĕпене ухаççĕ, кивеççĕ, чӳхеççĕ, тукмакпа (или: валекпе) çапаççĕ. Сюгал-Яуш. Эпĕ шыва кĕпе хывса кĕтĕм те, ман пусма (снасть) пĕр мăн туратран çакланса ларнă (зацепилась). Сĕт-к. † Осал та полин, хĕр полтăр, пилĕк ан кĕпи тăхăнтăр. Альш. † Хăрансуски кĕпе, ука çуха, килĕшет-çке пирĕн йысна çийĕнче. Ib. Эпир виçĕм çул çунса кайрăмăр (погорели), çири кĕпепе кăна тухрăмăр. N. † Кĕпесе (=кĕпесене) те кĕлермелле, мунчана та хутмалла; эй тантăшсем, тата пĕр-икĕ çул выляр-и? Сред. Юм. Кĕпен çĕвви кайнă. Рубашка распоролась по шву. Ib. Кĕпене пăрсан (если выжать), шыв тохать поль! (Говорят, если человек очень вспотел). О сохр. здор. Пĕр кĕпе вĕççĕнех. В одной рубашке (без другого одеяния). Зап. ВНО. Ӳчĕ тулта, кĕпи шалта (свеча). ТММ. Алăсăр-урасăр кĕпе тăхăнать. (Тӳшек). Ib. Çĕнĕ кĕпе тăхăнтарнă чухне: кĕпе пĕттĕр, пуçĕ юлтăр! теççĕ. Зверев. Кĕпи çĕтĕлтĕр, хăй ӳстĕр. (Ӳсес çын çĕнĕ кĕпе тăхăнсан, çапла калаççĕ). ГТТ. Эпĕ унăн кĕпине çухаран тытрăм та, шăна (муху) ятăм (за ворот). Ib. Эпĕ, унăн кĕпи çухине тытса, кĕпи ăшне шăна ятăм. Ст. Шаймурз. Пĕр кĕпене иккĕ тăвар, кукка патне каяр. Чăв. й. пур. 14. Пĕтĕмпе кĕпесем çуркаланса пĕтрĕç. К.-Кушки. Кĕпи çĕтĕлтĕр, хăй ӳстĕр! теççĕ Кушкăра, кам та пулин çĕнĕ тумтир тăхăнса тухсан. ăна тумтирĕнчен чĕпĕтсе (в данном случае — за рубашку). Эпир çур. çĕршыв 18. Хĕрсем те хăшĕ-хăшĕ Хусанта кĕпесем çунă çĕрте (в прачечных) ĕçлесе пурăнаççĕ. Алик. † Кĕпе вăрăм туртакан салтак арăм пулатĕ. Кĕпе кĕске туртакан юмăç карчăк пулатĕ. Обиково. Çырмара ик сар хĕр ташлĕ. (Кĕпе кивни). Чебокс. Анне вăл вăхăтра кĕлет умĕнче кĕпе çакса тăраччĕ (развешивала). Ст. Шаймурз. † Йĕтĕн кĕпи çил илет. N. Ачине тумасăр, кĕпине ан çĕле, теççĕ. (Послов.). || Белье. Ядр. Çавăн чухне ман пĕтĕм кĕпесем, сăхмансем çунса кайрĕç. || Сорочка. В. Олг. Тьыха кĕпи. ГТТ. Хăш-хăш ача кĕпипех çуралать, кĕпине вара пуçтарса хураççĕ (вешают в маленьком лукошке). Альш. † Эпĕ кĕпепе çуралман (не родился в сорочке), эпĕ телейлĕ те мар. Орау. Ача кĕпипе çуралнă. || СТИК. Начартарах чĕпĕ çăмартаран хăй тухса ӳкеймест пулсан (не может вылупиться), ăна алăпа çĕмĕрсе кăлараççĕ те: чĕпĕ кĕпине та татайман, теççĕ. || Exuviae, линовище. Городище. Таракан кĕпине пăрахнă. Таракан сбросил старую шкурку. || Конверт. N. Çыру кĕпипе (конвертпа) ярас пулсан, 7 пуслăх марккă чиксе ярас пулать. || Губчатая мякоть в гнилом дубе. Якейк. Кĕпе — çĕрĕк йоман варĕнче çамçа кăмпа пак япала янкарта, янкар сарă япала. || Шарбаш. Кĕпешне (= кĕпе ăшне) шăнăçмаç. Выходит из себя. (Ку сăмаха хуйхă, çилĕ чухне калаççĕ).

пумашнăй

то же, что пумашни. Вир-ял. † Пумашнăй кĕпе пурçăн çуха, кĕчĕ ӳкрĕ супăн çине.

пуç-йĕп

или пуç-йĕппи, род ожерелья из двугривенных монет, нашитых на коже; прицепляется у женщин сзади к сурпан 'у. На краю этого украшения — çуха катăкĕ (кружевное украшение с волнообразным краем). Чертаг. Ib. Пуç-йĕп çине тенкĕ çакаççĕ: сурпанпа масмака пĕр çĕре тыттараççĕ. Орау. Пуç-йĕпписем çинчен. Вирьялсен пуç-йĕпписен сăранĕ кушлавăшсен пуç-йĕппинчен ансăртарах та, вăрăмрах та пулать. Анчах вăсен тăршшипех тенкĕ çакса тухаççĕ. Кушлавăшсен пуç-йĕппи тăршшин варинче тенкĕ ытла нуммай çакасран вĕтĕ шăрçапа тытăнтарса вырăн йышăнса хураççĕ. Вирьялсен пуç-йĕппийĕ хăлхаран аяларахран икĕ енчен масмак çине чиксе хурсан ытлашши вăрăммипе ĕнсе хыçнелле кайса выртса çӳрет. Пирĕн Кушлавăш арăмисен сурпан хĕррипе танах тăрса ĕнси çинчех тăрать. Тата хирти арăмсем пуçĕсене масмаксăрах сырăнаççĕ те, сурпанĕ ан салантăр тесе, икĕ тăнлавран икĕ муклашка пуçлă йĕппе чиксе хытарса тăраççĕ. Вирьялсен пек, кушлавăшсен пек икĕ йĕп хушшинче тенкĕ çакнă сăран çук. Вĕсен икĕ йĕп уйрăмах.

пĕтер

(пэ̆дэр), кончить. N. Çыру пĕтернĕ чух, тĕп кĕнекесем çине: хресченсем çĕр илеççĕ, тесе, çырман. || Прикончить, прихлопнуть, прекратить. Якейк. Вăсам ку ĕçе хопласшăн, пĕтересшĕн. Они хотят потушить дело. N. Эпĕр пурнакан Микула хуçа та начарлана пуçлаþ, ясмăк яшкисем анчах çитарат, ĕçне пĕтерме те шутлат кăçалхи çул. Кан. Аслă сут ачине Шаравтинăв патĕнче усрамалла тăвать. Арăмĕ вилнĕ пирки ĕнепеле кĕлет шырассине пĕтерсе лартать (прекращает). || Истреблять, уничтожать. Ивановка. Халĕ ĕнтĕ вăрмансене пĕтерчĕç, тыр та пулакан пулчĕ. || Погубить. Н. Байгул. Пĕтертĕн эсĕ ман пуçа. Погубил ты меня. N. Вĕсем пире пĕтермесĕр каймаççĕ. || Изругать. КАЯ. Кĕсем тата аттене каласа кăтартсан, атте пĕтерет ĕнтĕ (отец со мною, не знаю, что сделает). ЧС. Аçу пасартан таврăнсан, умма татнăшăн пĕтерет. || Износить. Юрк. † Урам чипер пулсассăн, йĕс таканлă атă тăхăнăтăм; хĕрсем лайăх пулсассăн, хранчус тутăрма пĕтерĕтĕм. Якейк. † Çийăм толли сар кĕрĕк, çия тăхăнса пĕтермесĕр, сар хĕрсенчен уйăрлас марч. N. † Çуна лайăх тиейса, çынтан иртсе чупас мар, çуна тупанне пĕтерес мар. || Издержать, употребить. N. Пылчăкĕсене çуса вунă кĕрепенке супăн пĕтернĕ. || Промотать. Юрк. Чул çурта парсан, вăл ăна та пурĕ-пĕр пĕтерет. || Вылечить. N. Иванпа Якур шатрине пĕтереймерĕм (т. е. не могла вылечить сыпь). || Издеваться, надсмехаться. N. Сайра кăна çыннăн пысăкрах куç пулать те, ăна та пулин ыттисем: лаша куç, тесе, пĕтереç. || N. † Ир те куртăм эп сана, каç та куртăм эп сана, килессу çук эс мана. Мĕшĕн сăмах пĕтертĕн? N. Аппаçăмах çавă пур, çичĕ ютăн ачипе тахçанах сăмах пĕтернĕ. N. Тата савăт хуçисем пĕр канаш пулса хăйсем хунă хакран йӳне сутмалла мар канаш пĕтереççĕ. || Вышить, сшить. N. † Шорă тотăр пĕтертĕм, пăрасни кон çыхас пек. Пазух. Улача кĕпе, йĕтĕн çуха, ан пĕтерсем лутшах, тăхăнаймăп. Бугуль. Французский тутăр (вĕç) пĕтернĕ чух пуçра симĕс тутăр пулминччĕ. Альш. Ватă карчăксем çутăлтарса яраççĕ (форсят в нарядах) çĕнĕ илемлĕ пĕтернĕ сурпансем, илемлĕ пĕтернĕ кĕпесем. IЬ. † Улача чаршав çӳçине шав укапа пĕтернĕ, шурă чаршав çӳçине шурă пурçăнпа пĕтернĕ. Бур. † Шурă шупăр аркине шурă пурçăнпа пĕтернĕ, кăвак шупăр аркине кăвак пурçăнпа пĕтернĕ. N. † Улача кĕпе кам тăхăнмĕ, аркине хăмаçпа пĕтерсен. С. Тим. † Шур тăваткăл тутăр пĕтертĕм, кĕçĕн çăварни кун çыхас пек. Н. Карм. † Ăлăхрăм çӳлĕ ту çине, лартăм шурă чул çине, пурçăн сарă пĕтерме; пурçăн сарă пĕтет пуль, пуçăм сая каять пуль. Якейк. Пыçаххи пĕтерес тени пыçаххи вĕçне çӳçе ярас тени полать. IЬ. Пиртен кĕпе касаççĕ, ĕçлеççĕ, пĕтерсе тăхăнаççĕ. Сред. Юм. Кĕпе пĕтерет-ха ô. Узорчатую рубашку шьет. IЬ. Сорпан пĕтерсе çыхрăм. Сготовил убор и завязал им голову. IЬ. Тотăр-сорпан пĕтерет, припасает вещи, нужные замужним (головной убор). НАК. Кăмăлча илсессĕн кайран, хĕрин ашшĕсем хĕрне валли япаласем пĕтерме таварсем илсе параççĕ. Хĕр вара, япаласем илсе парсассăн, хĕр çумăçсене пухать те, мĕн пур пĕтермелли япалисене пурне те пĕтерттерет. || В качестве вспомог. гл. Изванк. Микул карчăкĕ тата темиçе пинĕ тĕслĕ каласа пĕтерчĕ те, анчах эпĕ унăн сăмахĕсене пĕтĕмпех астуса çитерейместĕп. IЬ. Пĕр çулне пирĕн патра çĕр виçрĕç те, пĕтĕм ял çĕр тавраш туса пĕтерчĕç [все пересовершали (посовершали) «сĕр тавраш»]. М. Сунч. Тата турăш умне тем чухлĕ çурта çутса пĕтернĕччĕ (при изгнании мора). IЬ. Киле ан кĕтĕр тесе (т. е. мур), хапхасене тикĕтпе сĕрсе пĕтеретчĕç. Сёт-к. Утсам панчи ачасань, çурса (= çывăрса) кайсан, орисене салтаç те, çăпата кантрисене тĕвĕллесе пĕтереç вара. Орау. Туса пĕтерсен (савине, по миновании надобности), вуласа пĕтерсен (кĕнекине) кӳрсе пар. Ал. цв. 9. Вăл тумланса çăвăнса пĕтерет те, çак тĕлĕнмелле çĕнĕ ĕçрен ĕнтĕ тĕлĕнмест те. В. С. Разум. КЧП. Ана çинчи çулнă пăрçама уйĕпех çил вĕçтерсе пĕтерчĕ. Кан. Ачана пĕчĕк чухне тем тĕрлĕ кипкесемпе чĕркесе, çыхса пĕтермелле мар. IЬ. Чăвашла кино картин куртăм та, татах курас килсе пĕтерет. Альш. Тутар килне-йышне ырласа пĕтереймес (всячески хвалит татарскую семью): чăваш тутара тус тăвать, хăнана çӳрет. Аттик. Вĕсем тата нумай каласа пĕтереççĕ те, эпĕ анчах вĕсем пек тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлейместĕп. Истор. Хăйне пĕр-пĕр усал ан туччăр, тесе, вĕсене малтан икĕ вут хушшинчен кăларнă, унтан хăйсенĕн кĕлеткисене пуççаптарнă, чĕркуççи çине лартса пĕтернĕ. N. Çапах эпĕ вĕсем каланине малтан пит ĕненсех пĕтермерĕм. N. Çак çурт тавра йывăçсем лартса пĕтерĕр.

калпак

(калбак), шапка. Аттик. Виççĕн, суллахай хул хушшине калпак хĕстерсе, виçĕ хуран умне тăрса, кĕл тăваççĕ. (Ӳчӳк). Синерь. Курăнман калпак, шапка — невидимка. N. Калпакна лайăх посса ларт; пĕр минутра теминче пин çохрăм йолч (= йолчĕ) калпакку! (Сказка). Арçури. Йăввăн ӳснĕ йăвăçсем; пăхсан, калпак ӳкмелле. Орл. II, 214. Пĕр калпак айĕнче çичçĕр касак. (Мăкăнь). СПВВ. Калпак — çĕлĕк. || Головной убор у женщин, из ситца и монет. МПП. † Калпакне тăхăнса, хĕр пулса, килейĕнчĕ (siс!) савнă тус пулса. Альш. † Ман пуçăмри шур калпак мамăклăрах пулинччĕ! Ст. Айб. † Шурă калпакран тумла юхать-ĕçке; пĕр сăмахран кăмăл юлат-çке. N. † Шурă пӳртĕр умне шăлса хурăр, мамăк калпаксемпе выляма. Ст. Чек. † Тусăм, эс калпакна, ай, çуса юл, ĕмĕр-ĕмĕр кирĕк, ай, лармасса! Пазух. Шур калпакăн ултă чӳк, улттăшĕ те ука чӳк. Ib. Ука кирлĕ калпак, ай, юсама; пурçăн кирлĕ çуха, ай, çавăрма. Собр. 108. Илсем, инке, калпакна, авалхи кĕмĕлне курăм-а! Ст. Шаймурз. † Шур калпак ярапи пурçăн мар. N. Калпак. При опрокидывании ведер и после, она бывает в шапке мужа, в знак того, что они с мужем будут жить в мире и согласии, как обычай давать при венчании «Теплоту». Мужнину шапку, ту самую, которую муж носил при свадьбе, она надевает тотчас после снятия пĕркенчĕк. СПВВ. N. Калпак — хĕрсем тухья çинчен тăхăнаççĕ. Ст. Чек. Калпак — носят только девушки на свадьбе (это не шапка). Пазух. Симĕс те пур калпак, шур пӳс те пур; выляс тесен, савнă, ай, тусăм пур. Юрк. † Хĕрсем, йĕкет маттур юрлапă чух, калпак чӳкне хыпса, йĕреççĕ. СТИЕ. Калпак — головной убор девушек. «Калпак» надевают только на свадьбах; он имеет вид длинного узкого мешка, спускающегося на спину и оканчивающегося кисточкой; на голову, под «калпак», вставаяется деревяшка. || Шапочка ребенка. Сятра, Ст. Сахча. Сред. Юм. Калпак тесе пĕчик ачасĕне валли чечеклесе тăвакан пĕчик шапкана калаççĕ. || Schafhaut, Helm. Cт. Чек. Ача калпакпа çуралат, кĕпелĕ те çуралат. Калпакĕ те, кĕпи те илнĕ. Сута кайсан, çав ача калпакне, кĕпине исе кайсан, сан сăмахă çиеле тухат, теççĕ. || Короткая доска, с вырезом посредине; в нее вставляются верхушки двух стоящих рядом столбов изгороди, чтобы они не расходилиcь. || Коронка горелки (у лампы). Пухтел. || Шапочка жолудя. Сятра.

катăк çôхалă сăкман

катăк çохавиллĕ сăкман, кафтан с вырезным воротом. Сред. Юм. Хĕрарăмсем кăкăр омне пăртак уçă йôлмалла çĕлетеççĕ сăкмана, çавна катăк çохаллă теççĕ. Тюрл. Катăк çохалă сăкман çĕлетрĕм. (Мăй малта уçă тăрать, ĕнсе хыçне кăна çӳлех мар çуха тăваççĕ).

ярăн

(jары̆н), катиться (с горы), качаться (на качели или на волнах); скатиться. Т. П. Тимĕр така ту ярăнать. [Хăй (= хăйă) чĕлни]. Вир-ял. † Улача кĕпе, ука çуха, ярăнчĕ-анчĕ (соскользнула) шыв çине. Сала. † Улăхрăм çӳлĕ эп ту çине, ярăнса антăм (скатился) Самарăн шывĕ çине. Якейк. Атисам пасара кайнă, катаччи ярăнса илтĕм. Родители отправились на базар, я покатался (на лошади). Сред. Юм. Ярнас: ту çинчен; сăрт çинчен; çакса янă вĕрен тăрăх. КС. Пĕр каска шывра ярăнса (качаясь) юхса пырать. Коракыш. † Çинче çырма çичĕ кукăр, ярăнса юхма ирĕк çук пулчĕ. Б.-Янгильд. Пăр çинче ярăнни. Катанье на льду. Якейк. Кӳлĕ çине кайса, кĕт ярнса килтĕмĕр (покатались). Кошки. Манкăлтăкĕ урамра çунапа ярăннă. Ала 90°. Е тата пăр çинче ачасемпе пĕрле, çара-урайĕнех чупа-чупа пырса, ярăна-ярăна каяччĕ. N. Ярăнаççĕ ту çинчен. Катаются с горы. Йӳç. такăнт. 18. Эпĕ вĕçтеретĕп ярăнма (бегу кататься). Т.К. † Хăпартăм çӳлĕ ту çине, ярăнса антăм (скатился) мерчен лавккине. (Хĕр йĕрри). Кан. 1927, № 220. Питĕ пысăк чул купи ярăнса анас патнех çитнĕ. || Пуститься (напр., в бег). Хурамал. Сасартăках арăслан сик-тух та, пăлан хыççĕн ( =хыççăн) ярăна пар. N. Тилли: эй, конта лат мар, кив çăкăр-тăвара манаççĕ çав, терĕ, тет те, вăрманалла ярăна пачĕ, тет. Собр. † Вунікĕ хĕр пĕр матка ярнайраççĕ (идут плавной походкой, с изв. скоростью) пасара. || Перескочить (длинным прыжком). КС. Кашкăр пек ярăна патăмăр. Мы перескочили через загородь как волки. IЬ. Лаша карта урлă ярна пачĕ (или: пĕреçех ярăнтарчĕ, перескочила одним прыжком). || Заливаться, петь долго, протяжно, с увлечением. Хурамал. † Шăпчăк авăтать ярăнса хăяхпалан хăмăш хушшинче. Н. Лебеж. † Шурă автан, ай, ярăнса авăтать. Юрк. † Шап-шурă хурăн турачĕ çинче ярăна-ярăна вăл авăтат (протяжно, но с перерывами). Пазух. Паштак вăрман варринче, ылттăн юман тăрринче, куккук ярăнса авăтать. Ст. Чек. Ярăнса юрла. Петь, вытянув шею (птица; очень сомн.). || Увлекаться. Выляма ан ярăнăр. Не увлекайтесь играми? (Из письма). Посл. 186,8. Тӳрĕ кăмăллă, иккĕлĕ калаçман, эрехе ярăнман... çынсем. Исп. Вăйя ярăнмарăн-и? (ермерĕн-и?). Не увлекался ли играми? Сред. Юм. Кăçта ȏ кăçал, ытла вăйя пит ярăннă. Так говорят, если достаточно большой мальчик не работает. Янш.-Норв. Ярăнса юрлать. Поет с увлечением и наслаждением. || Плавать, двигаться плавно. Тяптя. Пăкăр (= пăхăр) çăлта пăкăр курка ярăнса çӳрет, тет. В медном колодце плавает медный ковш. Шурăм-п. № 19. Шӳрпи çинче çу ярăнса çӳрет, вăл та апат тутине нумай кӳрет. В супе плавает сверху жир, и он придает большой вкус еде. Сир. 116. Çăмăл ким шыв çинче ярăнса пынă пек. Как легкая лодка плывет по воде. Сказки и пред. чув. 19. Уйăх мĕлки пашалу пек кӳлĕ тăрăх ярăнать. Якейк. Полăсам пĕвере ярăнса çӳреççĕ (плавными движениями двигаются вперед). IЬ. Вăл ярăнса отса карĕ. Он зашагал широкими шагами. Макка 41. † Ах, тантăшçăм, тантăшçăм! ярнайраттăн-килеттĕн. Сред. Юм. Хорчăка ярăнса çӳрет. Ястреб летает плавно. Сказки и пред. чув. 24. Вĕри-çĕлен вĕçтерет, сывлăш тăрăх ярăнса. Дик. леб. Акăшсем сасартăк калама çук хăвăрт аялалла ярăнса (плавно) ана пуçларĕç. Баран. 14. Аякри тăвăн хĕрринчен, ăмăрт кайăк çĕкленсе, вĕçсе килет ярăнса (парит). Собр. † Ярăнса-ярăнса юртакан, хăйте чуптар кĕсре тьыхисем (scr. тихисем). Сир. ХLIII, 15. Вĕçен-кайăк пек пĕлĕтсем ярăнса тухаççĕ («вылетают»). По толкованию Янш.-Норв. это значило бы: «выплывают полосой»). || Пускаться в рост. Беседа о земл. Çамрăкла кирек мĕнле выльăх та пĕве ярăнать (хывать). Сала 252°. † Пирĕн атте хĕрĕне (= хĕрне) ярăнса ӳсме ирĕк çук. С. Тим. † Кăчухнехи çамрăк ачасене ярăнса ӳсме ирĕк çук. Шишкин. † Йотри каччи, хора ачи, тĕксе яма полмарĕ; ярăнса ӳсес чох тытрĕç пачĕç качча. Хурамал. Пĕчĕкçĕ пĕр пуççăм, çамрăк чунçăм, ярăнайса (свободно, без препятствий) ӳссе те пулмарĕ. Н. Байгул. † Кил-карти варĕнче хурăна ярăнса ӳсме ирĕк çук. А. П. Прокоп. Ылттăнпалан кĕмĕл, ай, айĕнче ман çамрăк пуç ӳсет ярăнса. Синьял. † Эпир ярăнса ӳснĕ чух, хаяр куçпа ан пăхăр. || Размахиваться. Изамб. Т. Усем вара пурте ярăнса утă çулаççĕ. Потом все они косят сено, размахиваясь. Урмай. † Вăрăм варта вăрăм хĕр ярна-ярна (= ярăна-ярăна) ут çулат. Якейк. Ярăнса çолса пырать (-пусăккăн кастарса, хытă çолса пырать). || О крупных шагах. КС. Ярăнса ут, шагать крупным шагом. || О плавной, равномерной походке. Ау 160°. Ах, йăмăкçăм (çавă пур), ярăнса утса пынă чух, ярăм шăрçанăн курна(т)тăн. Ч.П. Якур килет ярăнса, Мертлĕ хĕрне хĕрĕнсе. || Издавать особый долгий звук — чăрр (ч'ŏрр); гов. о «горле». КС. Пыр ярăнать ― в горле особый долгий звук: чăрр. IЬ. Пыр ярăн чĕ, сăра ĕçмелле пулĕ, теççĕ. Козм. Пыр ярăнсă кайсан: сăрана ку ĕнтĕ, теççĕ (предвещает выпивку). Н. Чукал. Пыр ярăнсан, е сăра, е эрех ĕçмелле пулат, теççĕ. Сказки и пред. чув. 73. Ялти тантăш-тăвансен пырĕ тĕпĕ ярăнать. || Увлекаться делом. Кошки. † Ярăнса çӳçме тураттăм (погрузившись в это дело). || Гулять на приволье. Юрк. † Ялăм, ялăм янтав пек; ыррăн ярăнса çӳремерĕм, çапах салтак туса ячĕç. || Привеситься. Юрк. † Ылттăн алка пулăтăм (= пулăттăм), анне хăлхине ярăнăтăм.

лутшах

лучше? Пазух. Удача та кĕпе, йĕтĕн çуха, ан пăтерсем лутшах, тăхăнаймăп; эпĕ-ех те кунтан, ай, кайсассăн, ан кĕтсемĕр лутшах, килеймĕп.

мерчен

(мэрζ’эн, мэ̆рџ̌эн’), первоначально — коралл. || Янш.-Норв. Мерчен — бусы с весьма крупную горошину или даже больше повидимому, из глины бурого цвета; сверху — слой красной краски. Коралл. Зап. ВНО. Мерчен — коралл. Ӳпке мерчен, крупный, величиною с орех, мягковатый и упругий; чăн мерчен — мелкий коралл красноватого цвета. Собр. † Хăпарайтăм çӳлĕ ту çине, ярăнтăм Мерчен хулине (вар. ярăнайтăм мерчен лавкине), хушрĕç мерчен суйлама. Янтик. † Тарăн шыва кĕтĕм: ăшăк, тесе, сакăр пĕрчĕ мерчен пур, тесе. Н. Седяк. Мерчен, жемчуг, яхонт. Мошкоа. † Олăхрăмĕ-çке Мерчен, ай, хулине; мерчен хулисенче чăн мерчен çук. Кугульм. † Чăн мерчентен хула çавăрни çук (не строят). Алших. † Суйларăмăр утсене кайри ури сакăлне... (пропуск) тантăшсе хура мерчен куçлине. Ib. † Мерченме шыва ярас мар, мерченме сая ярас мар. Кан. Çиетчĕç халăха мерчен пек куçсем. N. Увăн (мунчанăн) çтени уртăш-йывăç, çийĕ калай, чулĕ мерчен. N. (Хапханăн) çийĕ шăвăç, юпи мерчен. Кильд. (Тет.). † Чӳречĕрсем çинче виç мерчен, хăçан ярăм пулса тăни пур? Ib. † Пасар, пасар витĕр çӳрерĕм, пĕр. сапаклăх (на одну кисточку) мерчен тупмарăм. Сунчел. † Пичче пӳрчĕ мерчен пӳрт, сăран атăсăр пăсăлас çук. Ст. Чек. Мерчен куçлă куккук [„(мерчен —) драгоценный камень = хĕрлĕ хаклă чултан тунă шăрçа“]. Микушк. † Мерчен куçлă куккук авăтнипе хурамаллă (поросший вязами) улăх ян каят. Т. VI. Мерчен куçлă куккук. (Из наговора. Тюрл.). М. В. Васильев. Мерчен шăрша — хĕрлĕ шăрша (авалхи). Сред. Юм. † Пичче хапхинчен кĕнĕ чôх мерчен сапса кĕтĕмĕр. Альш. † Иç каймăттăм пасара, ахахпа мерчен йыхăрат. Буин. † Тарăн шыва кĕтĕм: тарăн, тесе, вуникĕ мерчен пур, тесе. N. Мерчен — йăлтăрка шăрçа. Сунчел. † Тӳрече çинче ларакан хăй та (так!) мерчен çуха юсакан. || ПВЧ. Йĕс мерчен пек („подобного медному бисеру“) савнине асăнман кун иртмерĕ. См. кăркка мерченĕ. || Яз. Имя женщ. Т.-Е.-Шем. Мерчен (мэрζ’эн’). || Фамильное прозвище. Ст. Чек.

мăя

(мы̆jа), назв. украшения ожерелье. N. Манăн йăмăк мăйне мăя çакса янă. Микушк. Мăя = миçиххи; ăна пилĕк манит тирнĕ, çитмĕл пилĕкшерлĕх кивĕ укçа тирнĕ, варрине талĕр (манит çурăлăх) çакаççĕ. Миçиххине шăрçапа, сапакапа тирсе тухаççĕ; айккисене аллăшар, вăтăршар, çирĕм пилĕкшерлĕх, çирĕмшерлĕх, вунпилекшерлĕх, вуншарлăх çакаççĕ. БАБ. Тăхлан тавраш тупăймасан, (ребятишки) амăшсен, акăшсен тухйи-мăйисем çинчен те каса-каса илеççĕ пит аван. В Чертаг. у женщин, я видел мăя, к которому прицеплено на спине çуха (из двугривенных). К çуха привешено сзади хĕрес кантри (привеска из бус — нитка с нанизанными бусами, висящая отвесно). См. майя.

юх

течь; плыть. К.-Кушки. Шыв юхрĕ. Вода текла. Б. Яньши. Вăл шыв кунта Ишек патне çитичченех юхса килет (течет до с. Ишак). N. Пирĕн ял патĕнченех Енĕш ятлă шыв юхса иртсе каять (протекает р. Аниш). Альш. Хай сăрасем юхса пĕтсен, хĕрсем сăрисене пĕр-пĕр хваттире пуçтараççĕ. Ердово. Пысăк шывсем çинчен пăрсем юхса пĕтсен (после ледохода), прухутсем, паршăсем, пĕрене суллисем юхма пуçлаççĕ. Ст. Чек. † Атăл юхмас тулли, ай, пусан та; ан ӳпкелĕр епле пусан та. Сала 179. † Атăл юхмас, епле тулсан та. Регули 221. Шу йохаканĕ (йохакан шу) лере çок. N. Çырмасенче шывсем юхма пуçларĕç. По оврагам потекла вода. Чураль-к. † Шур Атăла кĕпер турăм, çийен шывĕ юхмасса; кăçал тухрĕ çĕнĕрен саккон, хĕрпе ача çывăрма. Регули 256. Конта йохман шу пор. Здесь есть непроточная вода. N. Шусем юхса петрĕç, çĕр типрĕ. Вода стекла, земля высохла. Ал. цв. 9. Вĕсем çине пăхсан, сĕлеке юхса тăрать. Самар. Ту çинчен шыв юхнисем кунтанах курăнаççĕ. Отсюда видно, как в разных местах стекает с гор вода. Пазух. Атте лаши тур лаша; турти тăрăх тар юхать, пĕкки витĕр пĕлĕт юхать, çилхи витĕр çил вĕрет. N. Ура виç-тăват тĕлтен шăтса юхрĕ. На ноге были гнойные нарывы в 3-4 местах. Скотолеч. 17. Сĕрессе (лекарством) нумайтарах сĕрес пулать, анчах юхса тăмалла (так, чтобы текло) сĕрме юрамасть. || О ведре и т. д. N. Витре (катка, сăмавар) юхать. Ведро (кадка, самовар) течет (пропускает жидкость). || Оплывать. Ч.С. Тата чара хĕрне çутнă çуртасем, ирĕлсе, çĕре юхсан: вилнĕ çынсем йĕреççĕ пулĕ, тесе, хуйхăрса лараççĕ. (Çураçма). Орау. Çурта çуннă майĕпе ирĕлсе юхса анать. || Гноиться. В. Олг. Холĕ йохат. у него гноится рука. Чăв.-к. † Пирĕн савнă туса каяканăн икĕ куçĕ шăттăр, пичĕ юхтăр. (Хĕр йĕрри). || Двигаться, направиться. Шел. 64. Ах, халăх тытăнать хир енелле юхмашкăн. Упа 667°. † Вун-ик хĕрпе пĕр матка (= арăм) юхайраççĕ пасара. М. Васильев. № 3. Старик х(ă)раса лаçăран йохать килне хăвăртрах. Собр. 37. † Улăхрăм-кайрăм çӳлĕ сăрта, юхрăм-антăм шыв çине. || О вшах. Н. Сунар. † Çакă ял(ăн) хĕрĕсен пыйтă юхать, курмастăр-и?(так и сыплются). || О движении облаков. Череп. Кунĕпе пĕлĕт юхрĕ. Весь день ходили облака. Сала 95. † Ĕнтĕ пĕлĕт юхат, хĕвел пăхат, ун хушшинчен вăш, вăш! çил вĕрет. Ау 267. † Ĕнтĕ пĕлĕт юхат уйăхпалан çăлтăрсем хушшинче. Альш. † Ĕнтĕ пĕлĕт юхат, пĕлĕт юхат уйăхпалан хĕвел хушшинчен. || Быстро подвигаться. Якейк. Соха касси йохса анчах пырать; çак соха-пуç лайăххине тата çĕр çамçине пĕлтерет. Кон. 1927, № 237. Халăх хушшинчи ĕçсем те питех юхсах пыраймаççĕ. Ib. Юхса-çеç пырать çав... || Не ладиться. Шор-к. (Алик. в.). Ĕçĕ юхса тăрать. Дело валится из рук, не ладится. (Можно понять и букв: «так и течет»). Жатва. Çав çыннăн ĕçĕ аллинчен юхсах пырать. || Сыпаться. Толст. Мĕнле апла вăл, çăнăх пекех çемçе юхакан-и? N. Пăрçа хăма тăрăх юхса анчĕ. Горох скатился по доске. || Рассыпаться, просыпаться. Ч.П. Аллăм-кăна тулли алă çыххи юхса тухмин, лайăх-чĕ. N. † Чупрăм-антăм çырмана, юхрĕ-тухрĕ шерепем. Шурăм-п. № 6. Халĕ те унăн пĕр ят çĕрĕ анчах пулсан та, тырри час-часах уйра пĕччен юхса ларать. || Сползать? Шибач. Сăкман йохса каять. || Уплывать, выплывать. Ч.П. Вĕт-вĕт çумăр çăвать-çке, кантăр юхса каять-çке. Собр. † Сикрĕм-лартăм кимĕ çине, юхрăм-кайрăм пĕр çухрăм. Кильд. † Юх, юх, кимĕ, юх, кимĕ, таса çерем çине тух, кимĕ! (Здесь переписчик приписал: «юх-юх — причастие»). Илебар. † Улача кĕпе, ука çуха, юхрĕ-тухрĕ шыв çине. Ала 33°. † Вун-икĕ чĕпĕлĕ кăвакал кăларчĕ-ячĕ шыв çине: юхăр та çӳрĕр, тияйрĕ. || Линять (о шерсти). Шурăм-п. № 5. Сурăхсене урама кăларма пуçларĕç, тĕлĕнмелле начар: çăмĕсем юхса пĕтнĕ. || Худеть. Альш. Ĕлĕк мăнтăр-ччĕ те, халĕ пĕтĕмпе юхса тухрăм (похудел). || О плавных движениях пляшущего. Хурамал. Пĕр çын пит хитре ташласан: пĕр юхать çав! теççĕ.

Энтăри

(Эндэ̆ри, Эн'д’ри), личн. хр. имя Андрей. Изамб. Т. и др. Чуваши часто выбрасывают в диалектах мало заметное срединное ĕ, но т выговаривают звонко. В Якей. Эн'д'ри означает как Андрея, так и Адрана. || Имя язычника. Рысай. Раково. Туртрăм куклетрĕм; Энтри йытти — çи-витти. (Тилкепе пуçтарни). Ау, 30. Анаталла та Энтĕри, тăвалла га Энтĕри. (Вăл та пулин çуранла [чит. çуранлă?] тăман). Урмай. Эсĕ унтан кай, эпĕ кунтая каям, Энтри пасарĕнче тĕл пулăпăр. (Çуха). Альш. Энтрн-кантри, йĕм кантри, пушăт чĕлли, хуп татти. IЬ. Энтри шалта, пуç тулта (загадка?). Н. Леб. Энтри пурни пуç-хĕрлĕ. (Икел). Собр. Эсĕ унтан кай, эпĕ кунтан каям, Энтри арманĕ хыçĕнче тĕл пулайăпăр-и. (Мăй çыххи çыхни).

Русско-чувашский словарь

воротник

сущ.муж.
çуха, çухава; меховой воротник тир çуха; кружевной воротник платья кĕпен чĕнтĕрлĕ çухави

каракулевый

прил.
каракуль …; каракуль -ĕ; каракулевый воротник каракуль çуха

кружевной

прил.
шăтăкла ...; шăтăклаллă, чĕнтĕрлĕ; кружевной воротник шăтăкла çуха

меховой

прил.
тир -ĕ, мамăк тир -ĕ; меховой воротник мамăк тир çуха

Русско-чувашский словарь (1972)

ворот

çуха, çухави.

Русско-чувашский словарь (1971)

барашек

м. 1. така путек; 2. кăтра путек тирĕ; воротник из серого барашка кăвак тир çуха; 3. тех. пăркăчлă гайка; 4. мн. барашки (на воде) кăпăклă хумсем; 5. мн. барашки (небольшие облака) кăтра пĕлĕтсем.

бобровый

прил. хăнтăр...; хăнтăр ⸗ĕ [⸗и]; бобровый воротник хăнтăр çуха; бобровый заповедник хăнтăр заповедникĕ.

ворот

м. (часть одежды) çуха.

воротник

м. çуха, çухава; меховой воротник тир çухава; кружевной воротник чĕнтĕрлĕ çуха.

кружевной

прил. 1. чĕнтĕр ⸗ĕ [⸗и]; чĕнтĕр..; чĕнтĕрлĕ; шăтăкла ⸗ĕ [⸗и]; шăтăклаллă; кружевное производство чĕнтĕр производстви; кружевной воротничок шăтăкла çуха; 2. перен. (узорчатый) чĕнтĕрлĕ, эрешлĕ.

лацкан

м. лацкан (тумтирсен кăкăр; çинчи çуха пек тавăрса хунă хĕрри).

меховой

прил. тир..; тир (е мамăк тир) ⸗ĕ [⸗и]; меховой воротник тир çуха; меховой аукцион мамăк тир аукционĕ.

отворот

м. тавăрма çуха (е кунча); жакет с отворотами тавăрма çухаллă жакет.

отложной

прил.: отложной воротник выртма (е выртмалли) çуха.

пристежной

прил. тӳмелесе (е çаклатса, çыпăçтарса) хумалли, илĕнекен; пристежный воротник илĕнекен çуха; пристежные погоны тӳмелесе хумалли погонсем.

пришивной

прил. çĕлесе лартнă (е хунă, çыпăçтарнă); пришивной воротник çĕлесе çыпăçтарнă çуха.

расстегнуться

сов. 1. (расстегнуть на себе одежду) вĕçертсе яр; 2. (раскрытьсяо застёгнутом) вĕçерĕн, вĕçерĕнсе кай, салтăн, салтăнса кай; у тебя расстегнулся воротник санăн çуха вĕçерĕнсе кайнă.

стоячий

прил. 1. тăракан, тăратмалла; ларакан, лартмалла; стоячий воротник таратмалла çуха; стоячая лампа лартмалли лампа; собака со стоячими ушами чанк тăракан хăлхаллă йытă; 2. (не проточный) юхман, юхмасăр тăракан; стоячая вода юхман шыв; ◇ в стоячем положении 1) (стоя на ногах) ура çинче, тăрса; 2) (вертикальноо предметах) тăратса, лартса.

уткнуть

сов. что во что, разг. 1. чик, чиксе ларт; уткнуть лицо в воротник пите çуха ăшне чик; 2. (напр. взгляд, глаза) тинкерсе пăх, тĕллесе пăх; уткнуть глаза в землю куçсемпе çĕрелле тинкер; уткнуть нос в книгу пуçа чиксе кĕнеке вула.

хомут

м. 1. хăмăт, сӳсмен; 2. тех. ункă; ◇ вешать (себе) на шею хомут хăвна валли туп (пĕр-пĕр йывăрлăх); воротник (сидит) хомутом çуха кăнтарса тăрать.

шаль

ж. шаль тутăр, пысăк тутăр; ◇ воротник шалью тăсăк çуха.

Чувашско-татарский словарь (1994)

çуха

яка, изу

Этимологический словарь чувашского языка (1964)

çуха

, çухави, диал. çухава «ворот», «воротник»; МК, уйг., тур. йака, азерб. яха, туркм., тат. яка, узб. ёка, кирг. жака, казах., к. калп. жаға, башк., кумык., ног. яга, ойр. дьака, якут. саға «ворот», «воротник»; ср. монг., калм. зах, бур.-монг. заха, зака «ворот», «воротник», «край». Монгольские формы Б. Я. Владимирцов производил от тюрк. йак (як) «приближаться» (ЗВОРАО XX, вып. II-III, 172).

См. также:

çухăрашу çухăрашуллă çухăрт çухăрттар « çуха » çухав çухава çухави çухал çухалăх

çуха
Свойства слова не указаны
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150