Поиск: есрел.

Введите слово для поиска

Область поиска:

Словарь чувашского языка

так

подр. стуку, напр. в дверь. КАХ. Так, так! тутарнă сасă илтĕнет-çке; ку чăнах есрел алăка таккамаçть-и-ха? Яргуньк. Ула-кайăк алăка так-так таккарĕ, тет. || Подр. толчку. СТИК. Чăхă тавраш ытлаван (= ытла аван) пынă çĕртех темĕскере так! тăрăнтарса илет (тычет клювом. Выражает опрометчивость, необдуманность толчка). Ib. Луш тăракан çыннах так тутарчĕ (толкнул). || Подр. боданию. Орау. Мунчи алăкне мăйракисемпе так! тĕксе.. || Подр. преткновению. N. Лаши так! такăнат (споткнулась), тет. Кан. Так, такăнчĕ. || Восклицание в игре маткăлла. Якейк. Маткăлла выллянă чох кашнă пилĕк чола çĕре прахнă чохнех так! теççĕ. Так! тесен, вара çĕртен чолсене каялла илме йорамаçть.

тӳркĕлли

назв. духа. См. тӳркӳлли. Орау. Тӳркĕлли, эсĕ те пулин вырăнта лара пулин пар. (Отрывок из неизвестной молитвы). Ib. Пĕр-пĕр хĕр хăй пĕчĕк чухне пуканесем тăвать; çав пуканесене качча кайнă çĕре илсе каять. Унтан вара вăл пуканесене юратнă хĕрĕсене парса янă, çавсемпе пĕрле йĕрĕх кайнă. Çав пуканесем çĕмĕрĕлмесĕр çичĕ сыпăка çитсессĕн, тӳркĕлли пулнă вара (от тӳрĕ — пĕлет йăнăшне, тӳррине, айăплине). Ib. Пĕр пуканене пĕр пăсмасăр çичĕ сыпăка çитиччен хĕртен хĕре парса ярсан, тӳркĕлли пулать (йĕрĕх). N. Тӳркĕлли, неумолимый злой дух (упрямый), которому в старину чуваши приносили в жертву гусей, уток и жеребят. Куклы, изображавшие зтого духа, помещались в кузовках, повешенных в лачугах чувашских жрецов-йомзей. Девица, выходя из такого дома замуж, непременно должна была, из опасения прогневить злого духа, взять для умножения его семьи одну из кукол. Впрочем, женихи избегали таких невест, даже богатых. Собр. Тӳркĕлли — ватă тутар, тет; вăл вара пĕр-пĕр çын кĕлетне кĕрет, тет те, ниепле те тухмасть, тет. Пирвай тӳркĕлли хуçасене пĕлмешкĕн тĕлĕкре ватă тутаррăн курăнса, хăй пурăнакан кĕлетне кĕрсе кайнă пек курăнать, тет. Унтан вара пирвай ашшĕне е çăпан (кăларать), е шыçтарать, тет; унтан ывăлĕсенĕн пуçĕсене кĕсен кăларать, тет. Вара ăна хуçи кăвакал илсе пăтăпа чӳклет, тет те, тин тӳрленет, тет. Çапла вара, пĕрре чӳк туса çырлахтарсан, хуçине пĕрре те тытмасть, тет. Тăрсан тăрсан, вара кӳршисене тыта пуçлать, тет. Хуçи вара: çав тытать, тесе, каласа ярать, тет те, кĕлете чĕрес çакса ярать. тет. Кӳршисем вара унта укçа кайса яраççĕ, тет. Укçи нумай пухăнсан, хуçи çав укçана пуçтарса каллах пасартан кулаç илсе чӳкĕ тăвать, тет. Хуçи тӳркĕллине çилентерсен, урине шыçтарса, вара виличченех тӳрлентермест, тет. М. Васильев. Тӳркĕлли был вроде (подобен) киремет хаярĕ (4 разр.). N. Тӳркĕллине тӳрлетме тьыха тытса пусмалла, терĕ. Тогаево. Тăта пирĕн ялта тӳркĕлли полнă, тет. Ăна вара е кăвакал, е хор, е тин çорăлнă путек пусса панă, тет. Çав тӳркĕлли çорçĕр çитсен вара тенкĕсем çакса ярса, шăнкăрт! шăнкăрт! шăнкăртаттарса орам тăрăшпе анчах çӳренĕ, тет. Халь çав тӳркĕлли çок, мĕншĕн тесен ăна халь никам та пăхмаç. Вăл тӳркĕлли, как хăйне пăхма пăрахсанах, кайран вара орам тăрăшпе макăрса çӳренĕ, тет, вара кайран просутăва (?) качча кайнă, теççĕ. ЧП. Тӳркĕллие тӳрлет (умилостивь). Янш.-Норв. Вĕсем хăш-хăш килкартинчи кĕлетсенче тӳркĕлли пур, тесе ĕненеççĕ. Çав тӳркĕлли çынна çăпан кăларать те, куçа пăсать, теççĕ; унтан ытла вăл çынна ниепле сиен те тăвамасть, теççĕ. Çăпанпа куçа тӳрлетес тесен, вĕсем юмăç патне каяççĕ те, юмăç каласа янă тăрăх тӳркĕлли кĕлечĕ умне е укçа кайса пăрахаççĕ, е нимĕрпе кайса чӳклеççĕ. Çапла тусан вара, тӳрленет, теççĕ. Кĕлетре тӳркĕлли пуррине вĕсем тĕлĕкре курса пĕлеççĕ. Ib. Пирĕн тӳркĕллине кĕлетре пурăнат, теççĕ. Йӳç. такăнт. 24. Есрел! Кив тӳркĕлли! Вилнĕ!

шут-йĕр

след. Çĕнтерчĕ. 30. Шутне-йĕрне те тупас çук! Шутла, шотла, считать, исчислять, счесть. НР. Леш еккинче сакăр капан, ку еккинчен шутлатпăр. На той стороне восемь стогов, с этой стороны их считаем. А.-п. й. 99. Унтан улпут кăсйинчен пĕр кирпĕç пек хут укçа кăларса илсе шутларĕ. N. Апат укçи 1 тенкĕ те 60 пус шутлас теççĕ кунне. ГФФ. Мана савнă сар ача шотласа хонă ылтăн пек. Мой размиленький красавчик — ровно считанное золото. N. Шутласа пĕтер. Кан. Сутнинчен шутласан, ĕçлесе чăрманнине хумасан, ĕнене чĕртсе пуснинчен 25 тенкĕ те 30 пус тупăш куртăм. N. Эпир пурăнакан çĕр те, пур тĕнчене шутласан, хăяр пĕрчи пек анчах вăл. Кан. 1927. Ытти парттисенчен шутласан, коммуниссем халь иккĕмĕш вырăн йышăннă (Керманире). Сред. Юм. Ôттине те шутласа çиç ôтать. (Пит йăраланса çӳрекене, ôтайман çынна калаççĕ). N. Хăш чухне шутласа кăларма çук нумай темле хăрушă япаласем курăннă. НР. Пирĕк пек тăлăх ачасене этем шутне кам шутлать. (Ĕлĕкхи юрăран). Подобных нам сароток кто сочтет за людей. (Из старинной песни). || Думать, решить, намереваться, расчитывать. Хум. Çем. Пĕр шутласан, тĕлĕнсех каймалла. ГФФ. Кĕпе аркине хăю тытрăм, сӳтессине ан шотлăр; савса килтĕр полсассăн та, каяссине ан шотлăр. Я обшила подол рубахи лентой, не думайте ее отпороть; если вы приехалм любя, то и не думайте уезжать. А.-п. й. Йытă шутларĕ-шутларĕ те, упана та пăрахса, этемпе тус пулма шут турĕ. Янорс. Эпĕ он чохне ни хойăха, ни шотлама пĕлместĕп, а тольккă орамра ачасемпе выляса, иртен каçа çитиччен çӳреттĕм. Пшкрт. Пиччĕшсем шотларĕç: тавай ку окмакран тарас, терĕç. Янбулат. Вĕсем шотланă опăшкине ыр вĕлерме. Хир-п. Ытти ялсем те тăвас шутлаççĕ. N. Çав инкеке çĕр ĕçлесе пурăнакансем шотлама пĕлмесĕр чăтса пурăннă. ГФФ. Малаллине те шотланă, ай-ай, полсассăн... Кабы думал и, что будет впереди... || Якейк. Вăл ыранччен тăхтама шотлать-и? Согласится ли он подождать до завтра? || Выдергивать. N. Пуçлать есрел вăрманти ват йомана шотлама. || Шурăм-п. № 22. Турра шутлама пултараймастăп, мĕншĕн тесен турă пĕрех вăл, шутламаллăх çук.

кача

(каџ̌а), коза. Пир. Ял. Иртĕнсе кайнă, есрел выльăхĕ — мăйраллă кача та, кĕтӳрен пăрăнса, çыр хĕррине çитсе, хурхух курăк çулçине татса илме тăрăшса, кутăн парăнчĕ. N. Чăваш калать: кăвăрч пăтти (scr. пăти). Сыпрăм пăхрăм — кача пăх. Тухрăм та, чискиртăм, тесе калать вырăсĕ. Чураль-к. «Качака» юмахĕнчи кача юри: вар-вар урлă каçрăм, вар-ути татрăм; хир-хир урлă каçрăм, хир-хир ути татрăм. Енчĕк тули сĕтĕм пур, мăйăр хуппи тули пылăм пур, йĕкел хуппи тули çăвăм пур, уçăрах, ачасем!

мĕскер

то же, что мĕнскер, что (кто). N. Вăл пире мĕскер? Кто он нам? (т. е. никто). Хăр. Паль,. II. Мĕскер сутье вĕсем. Регули 936. Мĕскер полчĕ? мĕн полчĕ? Ib. 661. Мĕскер тытакан кайăк килнĕ. Ib. 660. Мĕскер тăвакан пор онта. N. Мĕскер тăваççĕ-ши вăсам унта (с неудовольствием). Тип-Сир. Ăçта каятăн Фомка тус?...— Мĕскер ăçта каясси! Така çухалнăччĕ те, ăна шыратăп... Панклеи. Патшапа мар-и (жена царя): мĕскер чĕлĕмĕ сана (какую еще трубку!), халь çактарапăр, теççĕ. Янш.-Норв. Эпĕ: ку мĕскер-ши, тесе пĕтĕмпех тĕлĕнсе кайрăм. N. Çын петĕнчен сăра ĕçсе тохнă чох: чăрмав турăмăр, тиç. Хирĕç калаç: мĕскер чăрмавĕ, хамăр та час-часах кĕрсе тохатпăр. М. Васильев № З, 34. Мескер тăвас-ха, Есрел? Аван пĕтри сан ĕçӳ? Чем люди живы. Мĕскер мĕнĕ, улпута атă кирлĕ мар, вилсе карĕ, тет.

йăшт

(jы̆шт), подр. короткому, оборванному, скользящему движению. Сред. Юм. Ман аллăри тôтăра йăшт тортса илчĕ („получается чуть заметный звук“). КС. Йĕппи аллине йăшт (или: яшт) кĕрсĕ карĕ („вхождение иголки в мягкое“). Б. Олг. Алла йĕп кĕрсе карĕ, уç топанне, йăшт! Ib. Йĕп пĕрене çомне тăк (в дерево) или йăшт (в мох) тирсе лартрăм. Сред. Юм. Паян ман урана тем йăшт чиксе кайрĕ. КС. Йăшт! или яшт! („всовывание“). (Срв. ib. Хусăк çемçе çĕре яштах кĕрет). СТИК. Тăм ашне кӳртсе лартнă патака йăшт туртса кăларчĕ („выражение звука и образа действия“) || Подр. как бы дергающей боли. КС. Йăшт-йăшт туртса ыратать (о зубе). || В перен. см. живо, быстро. Çиç. çиçрĕ кĕм. 55. Унăн çăмăл сăмахĕсен хăйне итлекенсен пуçĕсене, шалча пекех, йăшт кĕреççĕ. М. Васильев № 3,39. Охмах есрел ĕненет: шăна полса, йăшт кĕрет. М. Васильев № 3,48. Хор (гусь) поррине пĕлсессĕн, тотар йăшт-çиç тăчĕ, тет. Кан. 1929, № 184. Пеття йăшт тăчĕ сулахай ури çинчен сылтăм ура (siс!) çине. | | Высокий, стройный. Пазух. Улма йывăççисем, ав, йăшт-кăна, вĕсен çӳлçисемех, ай, лăс-кăна.

эсрел

(эсрэл), дух смерти. КАХ. Эсрел, çын патне пыма тапратсан, çынна катаранах (ещё издали) темĕнле хăратса пăрахать, теççĕ (наводит ужас). Н. Шинкус. Т. Çак çĕр çинчи эсреле çичĕ çăралă тимĕр тупăха хупса, кăвак тинĕс тĕпне янă; хăçан çав эсрелĕ тупăхĕнчен тухса килĕ, çавăн чухне тин çак çурт вырăнче, вĕлтĕрен пусса, çĕлен кăшкăртăр. (Из заклинания). Слепой. Сана Эсрел шыраса çӳрет полĕ. — Эсрел хăççан пусать-ши сана! тет. — Сана Эсрел пуçтăр! (Брань). Никит. Ах, Эсрел ĕнсерен те кăна! тесе шукăшларĕç. || Бранное обзывание (наименование). Хĕвел № 1. Пĕрне телей лексессĕн, каллах ырă сунмасть: ах эсрел... пĕтмешкĕнччĕ ăна! тет. Сĕт-к. Есрел — ругань. То же и в Тороп-к. Ядр. † Ах эсрел карчăксем! Шăтарас пек пăхаççĕ вилнĕ шапа куçĕпе! Ах эти Азранловы (чортовы) старухи! как они смотрят — точно хотят пронзить своими глазами, подобными глазам дохлой лягушки! || СПВВ МС. написано: Эсрел, çăхан — ворон. См. еще Магн. М. 112. || Эсрел арăмĕ см. Магн. М. 141.

есрил

то же, что есрел. Шăхасан. Чисти ĕнтĕ есрилех, пăхма та çук хăрушă тăрмашат!

См. также:

есер ескимос если Еспел « есрел. » естественно естественный естествознание естетикă Естони

есрел.
Свойства слова не указаны
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150