Поиск: кĕтӳçĕ

Введите слово для поиска

Область поиска:

Чувашско-русский словарь (1982)

кĕтӳç

см. кĕтӳçĕ

кĕтӳçĕ

(кĕтӳç)

пастух, чабан
гуртовщик

кĕтӳçĕ

пастушеский пастуший
кĕтӳçĕ ĕçĕ — пастушеский труд
кĕтӳçĕ юрри — пастушья песня

хĕрарăм

женский
ачаллă хĕрарăм — женщина с ребенком
ватă хĕрарăм — пожилая, старая женщина
палламан хĕрарăм — незнакомка, незнакомая женщина
тăлăх хĕрарăм — вдова, вдовая женщина
хĕрарăм тухтăр — женщина-доктор
хĕрарăм турă — богиня
хĕрарăм таварĕ — уст. 1) ткани, мануфактура 2) галантерея, галантерейный товар
хĕрарăм тарçи — женский угодник
хĕрарăм кĕтӳçĕ — женский угодник
хĕрарăмсен совечĕ — женский совет
хĕрарăмсене ирĕке кăларасси — эмансипация женщин

кĕтӳçĕ


хĕрарăм кĕтӳçи — бабник

Словарь чувашского языка

сапалантар

(-дар), понуд. ф. от сапалан. СТИК. Аван кĕтӳçĕ сурăхсене сапалантарса ярса çитерет. Ib. Çиллипе эпĕ тирекен шăрçасене сапалантарса ячĕ. (Говорит девушка или замужняя).

тыт

(тыт), держать; брать в руки. Якейк. Порçăн тоттăр йăмăкăм, пуçа çыхса каям-ши, алла тытса каям-ши? Регули 101. Вăл тытса тăчĕ вăлсене ӳкесрен (вăл тытса тăчĕ: ан ӳктер, тесе). Он держал их, чтобы они не упали. N. Онта çулла хорлăхан çырли питĕ нумай полать. Çавна вĕремсĕр татса çисан, алли ним те тытими полать, тенĕ. Ст. Шаймурз. † Пилĕке тытса ташлама çут пиçиххи пусанччĕ! Шурăм-п. Йăван салтак пăтине сулахай аллипе хуран (тамăка хурантан тунă) çумне тытса сылтăм аллинчи мулатакĕпе вăй çитнĕ таран çапрĕ. Ала 93. Ашшĕ утса пырса çӳçĕнчен ярса тытнă та, çӳлелле йăтса тăратнă; хуллен, сак çине çӳçĕнчен тытнипех, уттарса кайса лартнă. N. Вăл ăна (вăрра) аллинчен çатăртаттарса тытнă та, çавăтса пырать. Кан. Татăка аллийĕнчех тытса выртнă. N. Вăкăра пĕри мăйракаран (за рога) пăявпа тытса тăрать. || Поймать, ловить. N. Сат хуçи ман юлташсене пурне те тыта-тыта ватнă. Юрк. Çавăнтан вара ку пуçлăх тытăнат кăсене эрехпе тытма: монахсем шыв ăсма кайсан, калле килелле килнине кĕтсе тăра пуçлат. Баран. 119. Вăрманта темиçе тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк пурăнать. Çынсем вĕсене тыта тăраççĕ. Альш. Мана Петĕр тытса ирĕксĕрлерĕ (изнасиловал). Регули 665. Эп тытнă полла исе карĕç. Ib. 440. Çӳресен, кайăкне тытинччĕ. Ib. 441. Кайăкне тытинччĕ; кайăкне полсан тата ярăтăмччĕ. Ib. 437. Эп тытăпин, мĕн тăвас санăн. Ib. Вăл кайсан кайăкне тытсанччĕ. Ib. З28. Вăл ялан онта тытакан. Ib. З27. Вăл онта пол тытакан. Ib. 237. Вăл она тытни лайăхчĕ. Ib. 230. Пол тытса килет. Пол тытса килчĕ. Ст. Шаймурз. † Курайман та çынсем питĕ нумай, тытсах çыхаймĕç-ха хĕрпеле. Ала 60. † Картишĕнче, аттеçĕм, сакăр сар ут, пĕрне ан тыт, атте те, пурне те тыт. ТХКА 49. Ытла тĕттĕм те, çапах кайса тытмалла пуль лашасене, терĕ атте. Ib. Атьăр, эппин, каяр. Шыраса тупар, тытса килес лашасене. Ib. 86. Шураç ачисем кĕтӳрен лашасем пыра-пыра тытаççĕ. || Хватать. Изамб. Т. Ачасем алăран алла тытнисем юпа пулнисен алли витĕр тухаççĕ. Тораево. Вĕсем кайран парнине пурте пырса тытнă. Альш. Авал салтака тытса (силою) панă. Ст. Чек. Аллăма ярса тытмарăм (не сделал, не было желанья, праздно?). Ib. Мана, тарçа тытнă пек: навуса тăк-ха, тет. Аллăма ярса тытмарăм. Орау. Темскер хăямач çине ларнă та, пырать... Теме те тытса кӳлĕç, тăрсан-тăрсан! Регули 700. Тытмала маррине кăтартрăм. Ib. Тытакан мар çынне кăтартрăм. || Переносно — держать (в руках). ЧП. Эпир илес хĕрсене ашшĕ-амăшĕ хытă тыттăр. || Удерживать. Кан. Сулăнса кайса ӳкме тăрсан, ăна тепĕр хăнана пынă çын ӳкесрен тытнă та... || Удержать (деньги). N. Çĕмĕрнĕ алтăршăн çитмĕл пус (20 к.) тытса юлтăм (или: тытрăм, или: катса юлтăм). Кан. Учрежденин кооператива памалли парăма тытса юлмала. || Производить расход, тратить деньги. Урож. год. Халех пин тенкĕ тытать. || Держать (в чем, что). Янтик. Урана ăшăра тытас пулать. О сохр. здор. Тир тумтир çынна пит ăшă тытать. Регули 691. Тытмалли утне кăтартрăм. || Держаться (за кого, за что), хвататься (за что). Орау. Ан юл, тыт ман аркăран. Кан. Йăвăç татăкĕнчен тытса, хумсем тăрăх 24 сехет хушши çӳрерĕм (плавала). Яндобы. Иван тус, хам çине утланса лар, хытă тыт, тесе калать, тет, кашкăрри. ТХКА 50. Атте малтан пырать, Пуртăсем пирĕн сылтăм алра. Сулахай алпа аттене эпĕ сăхман аркинчен тытса пыратăп. Шăллăм та мана çапла тытнă. N. Эсĕ манран (за меня) тыт (держись), эпĕ унтан тытăп. N. Эсĕ мĕшĕн сăмсăна тытса тăран? Юн каять. N. Килти шухăша тытсан, пĕтерес укçуна та пĕтерес килес çук. N. Манран тытатни? Камран тытан? За меня будешь держаться? За кого будешь держаться? (в собств. см.). N. Тытмаллине тытса пар малтанах. || Застигать, заставать на месте преступления. N. Вăрăпа тытнă. N. Çĕнĕ кутăрта кама эрехпе тытнă? Орау. Хĕрӳ çумăнче тыттăрним мана? Арăмупа тыттăрним мана? Ib. Эсĕ апла калама хĕрпе тыттăрним (= тытрăн-им) мана?... Ib. Эп сана, куçу шăтса юхтăр, парам ак, тытсан. Я тебе дам: пусть лопнут глаза, если поймаю. Регули 725. Эп онта кайсан, мана тытĕç. || Держать (экзамен). Курм. Ваçли! Кай Хусана иксамĕн (-н’) тытма. Ib. Е иксамĕн тытимасан (= тытаймасан), мĕн питпе киле каяс? || Городить. Кан. Шкул пахча картине 42 чалăш çĕтрен тытмалла. Юрк. Хапхипе хӳмисене те тытса çаврăнат (загораживает). N. Якур ав чее, вăл хай пайне карта тытса хучĕ. Чим-халĕ, акă эпĕ те тепĕр çул хам пая тытса хурам, теççĕ хăшĕ. Собр. † Çак ялăн укăлчине тытайăттăм шур хĕлĕхпе, уçăшăн мар, илемшĕн. Изамб. Т. Капан йĕри-тавра вĕрлĕк тытнă. Альш. Елшелĕн ун пек халăхран ыйтмасăр пыра-пыра тытнă пахчасем ăçта пăхнă унтах пур. Ib. Хăяр пахчисем нумайĕшĕ çереме туха-туха тытаççĕ те, çавăнта пахчи-пахчипе акса сыхлаççĕ. || Поражать болезнью (о покойниках). Им приносят жертву, состоящую в бросании кусков калача, меда и пр., напр., при возвращении с базара. При этом говорят: „умăнта пултăр!“ То же свойство приписывается и другим предметам. Ст. Чек. и др. Юрк. Вилнĕ çынна çимĕç таврашĕ е ĕçкĕ таврашĕ хывмасан, çав вилнĕ çын тытат пулат. НТЧ. Киремете пуççапаканнисем пĕри чирлесенех: ах! анчах кăçти киремет тытрĕ-ши куна? юмăçа кайса пăхасчĕ, теççĕ. N. Час-часах вилнĕ çын ялти çынсене кама та пулин тытса чирлеттерет. Ала 2. Апла пулсан та вилĕ тытать, вăл тытминччĕ (хорошо, если бы...), теççĕ. Магн. М. 104. Вилнĕ çын тытни. НЭ 118. Мунча вучĕ тытнă. Болезнь причинил банный огонь. Ст. Яха-к. Çук çав, кирик хăш çын та киремет тытмасăр чирлемеçт; тăвассине ăна çинченех тытса туса пăрахас пулат, юмăç мĕн тума хушнине, тесе калаççĕ вара хăйсем. Коракыш. Ати-апай, ан тытах! Çырлах! Килсе, икерчĕ, сăра çийăр-ĕçĕр. (Ваттисене хывнă чухне калаççĕ). Шинар-п. Халĕ те хăш-хăш çын е ӳслĕкпе пулсан: çав çăл тытрĕ, тесе, çăкăр татăксем кайса пăрахаççĕ, вара вĕсен ӳслĕк чарăнать пулать. Могонин. Киремет çывхăнчен пĕр йăвăç кассан, киремет çиленсе çынна тытать те, çимали-ĕçмели парсан, çураçать, теççĕ. || Покрывать (об инее). Çутт. 77. Хĕлле вара вăл шăтăксене шап-шур пас тытса лартать. || Воспитывать, ростить. N. † Ай, инкеçĕм, Алти инке! Эсĕ тытнă ывăл-хĕре эпĕ те тытса пăхам-и? (Хĕр йĕрри). N. Ăна лайăх тыт. || Воспринимать (ребенка, о повитухе, о восприемниках). ГТТ. Эпĕ унăн ачисене тытнă. Я крестный его детям. Якейк. † Ах, кортăм, хĕр кортăм, тăла варрипа тытнăскер,— ĕмĕр иртнĕн туйăнчĕ. N. Çак хăвăр тытнă ачана хăвăрăн тăван ачăра юратнă пек юратăр. || Приниматься (за дело). Ир. Сывл. З4. Тытаччен çех ĕç йывăр. Альш. Алă ĕçĕ тытат: пĕрне кĕпе çĕлет, пĕрне йĕм çĕлет; пĕринне саплат, тепринне аслатат. Якейк. † Инки сакки — шор сакки, шор шопăрсăр тытмарăм, итту инкия йоримарăм (даже, чтобы лавку мыть, надевала „шопăр“). || Пользоваться, употреблять. Нижар. † Хусан витри — шур витре, эп тытмассăн, кам тытĕ? Çав ял ачи — сар ача, эп каймассăн, кам кайтăр? N. Ку чашкăпа чĕресе вара урăх çĕре тытмаççĕ. Вĕсене ăрасна çĕрте тытаççĕ. || Задержать. Пазух. Ах хăтаçăм, хуçаçăм, виçĕ тавлăк тытакан, çичĕ тавлăк вăл тытрĕ. Истор. Эсĕ пирĕн патăртан кай ĕнтĕ, сана тек (больше) тытмастпăр, тенĕ. N. Шап çурта пек пĕвĕме ӳстертĕм, тем атте-анне тытас пек. N. Эсĕ манăн мĕн çамрăкранпах тытакан ĕмĕтĕм. || Содержать. СТИК. Кил-çурта тирпелесе, тирпей тытса тăракан хĕрарăм мар; ял тăрăх, кӳршĕ-арша яньккат. Ib. Тирпей тытса тăрас, быть распорядительным в доме по чистке и уборке. || Точить. Альш. Тимĕрçĕ пуртă, çĕçĕ тытнăшăн (= хăйранăшăн), кĕтӳçĕ „сăвапшăн“ (= ахальтен). КС. Тимĕрç лаççине кайса, пурт тытас-ха (наточить на вертящемся точиле). || Застрелить. N. Тепĕр çул кайăкçă çак мулкача тытнă (застрелил). || Прикладывать, приставлять. О сохр. здор. Сивĕ шывпа йĕпетнĕ туттăра тытсан та, вăл (укус ужа), тӳрленет. Ала 91. Икĕ аллине тути патне тытатьчĕ те, пуçне кăшт çĕрелле чнксе пĕр шарламасăр, пĕр хусканмасăр ларатьчĕ. N. Пӳрнине сăмси çумне тытнă. || Ст. Шаймурз. Çын панче кăвакал çисен, хурăвăн çуначĕнчен тытсах хур. (Послов.). || Загнать чужую скотину (напр., застав ее на озимях). Орау. См. вĕчче. || Направлять. N. Хăв ăсна хăв тыт, ман пек ан пул. || Насытить. О сохр. здор. Хăш-хăш хĕрарăмсем, яшка тутлă, тутă тытакан пултăр тесе, аша юри вăрах вĕретеççĕ. Виçĕ пус. 4. Тырă пĕрчипе хăярăн тути пĕр пек маррине, тата вĕсем пĕр пек тутă тытмаççĕ иккенне пурте пĕлеççĕ. || Кан. Инке çатма аврипе хăмсарнине хирĕç тытать. || Класть. Синерь. Марья хăранипе аллине пуç çине тытнă чух çав хĕçе тиврĕ, тет те, пурни татăлса кăрават айне кĕрсе карĕ, тет. || Обходиться, обращаться. Тайба-Т. † Йыснаçăмах çавă пур, тыта пĕлсен — ĕмĕрлĕх, тыта пĕлмесен — виç кунлăх. Ib. Илсе тытса пăхтăр-ха. Стюх. † Йыснаçăмах Иван! Тыта пĕлсен — ĕмĕрлĕх, тыта пĕлмесен — виç куна. || Брать в руки, употреблять (напр. книгу), заниматься. Юрк. Çырăва (чтение и письмо) тытас тесен те, пушă марччĕ, ялан ĕçпеле пулаттăм. В. Олг. Алă ĕç тытман эп нимĕскер те. Я не занимаюсь рукодельем. ТХКА 75. Йыснапа улмаш хам та суха-пуçĕ тытрăм. Халиччен суха-пуçĕ тытманччĕ эпĕ.— Вунулт çула çит-ха, вара сана суха-пуçĕ тыттаратăп, тетчĕ атте. Изамб. Т. Вуниккĕре чухнех суха-пуç тытнă. Вунтăваттăра авлантарнă. N. Парнисене пăхаççĕ, тет, пирри-аврисене пăхаççĕ, тет, пурте тĕлĕнеççĕ, тет, хĕрсен пирри авринчен, тытни-тунинчен N. Санюк кĕнекине питех тытмас (не очень-то берет в руки). Орау. Ман кĕнекене кам тытнă? Кто брал мою книгу? (напр., если на ней остались следы). В. С. Разум. КЧП. Ку япала алла тытмалла марскер пулнă. Этого предмета, оказывается, не следовало брать в руки. N. Тытса пĕр. || Браться. Никит. Тепĕр пынă çĕре тухатмăш карчăк каллах ал ĕçĕ тытса ларать. N. Тытнă ĕçе тăвас килмест. Торп-к. † Çакă ялăн ачисем ир тăраç те, чĕлĕм тытаç, çавăнпа хĕрсем юратмаç. Ала 92°. Вăсен кĕписене никам та тытса çăвакан пулман, вăл хăех пĕр вунпилĕк çула çитеччен пичĕшийĕн кĕпине, тата хăйĕн кĕпине никама та çутарман. СТИК. Вăл тытнă-тунă-пăрахнă. || Править, управлять. N. † Чул-хулана тытмашкăн, мĕн авалтан пухнă мул кирлĕ. N. Вăл икĕ лапка тытнă. N. Семен ватăла пуçласан, хăш чухне ывăлĕ Иван (сын его Иван) ашшĕ лапкине те тытнă. N. Тыт (ашшĕ-амăш çуртне). || Хранить, беречь. N. Укçана лайăх тыт. N. Çын çинчен сăмах ан вылят, ху ăшунта тыт. || Тратить, расходовать. N. 15 тенкине çурта тыт (на дом? на хозяйство?). || Издерживать. N. Если панă пулсан (пособие), пӳртрех тытăп. || Поддерживать. Орау. Илем тытса, тĕс кӳртсе, хитрелетсе мухтанать. || Править (напр., лошадью). Янорс. Атте мана: тыт лашуна, манран ан юл, терĕ. Ст. Чек. Ялан амăш хыççăн кăна çӳренĕ, лаша тытса курман-ха. СТИК. Лашăна тыт, держи лошадь в сторону. Сред. Юм. Юрк. † Атăл урлă эпĕ каçрăм сулăпа, суллăн пуçне тытрăм хулăпа. || Держать путь. Собр. Анчах лаша тӳрĕ тытса пырать-пырать те, çавăрнкаласа пăхать, вăл: пирĕн хуçа лайăх ларса пырать-ши, тесе, пăхать. || Иметь в наличии (о деньгах). N. Ĕмĕрте окçа тытса корманнисем халĕ виççĕр тенкĕрен кая тытмаççĕ. N. Халех перекетре пин тенкĕ тытать. Регули 647. Он пак окçа номай тытакан лайăх порнма полтарать. || Уличать? N. Эпĕ вăсене пĕрерĕн тытап. N. Аппаратне (самог. аппарат) мĕншĕн тытмастăр? || Подавать (руку). Сĕт-к. Пĕчĕкиççĕ кинĕм пор, килен-каян ал тытат. (Алăк хăлăп). || Нанимать. Изамб. Т. Ул çул кĕлтене тытса кӳртертĕм. Конст. чăв. Кукка тинĕс хĕр(р)инчех пароход çине çитечченех кимĕ тытрĕ. К.-Кушки. Эпĕ вунтăватта тытрăм. Я нанял за 14 р. Чăвашсем 27. Вара çынна (умершего) çума тытăнаççĕ, ăна хăшĕ хăй çемйипех çăват, хăшĕ тытса çутараççĕ. Чăв. й. пур. 26. Сухине тытса сухалаттарать. N. Укçа парса тытма сан укçа çитмĕ. Орау. Пĕр-ик-виç ача тытсан, туххăмах леçсе парĕç (отнесут). || Принимать (в картах). Сред. Юм. || Пришивать, нашивать, оторачивать. Сред. Юм. Кĕпе аркине шараç тытрăм. К подолу рубашки я пришила тесьму. В. Олг. Сăхмана пир тытас (положить подкладку). Собр. † Хранцус кĕпене кам юратмĕ, аркисене лайăх тытсассăн. Н. Тим. † Шур тăваткăл кĕççе кĕтессине пурçăнпала тытса çавăрнă. Ходите во свете. Нихăш халăх тытман йӳнĕ тĕрĕсем. Альш. † Сирĕн çире камсулсем пит килĕшет, те аркине тикĕс те тытнăран. N. Çухана вара темĕн-темĕн, тутар хĕрĕсеннĕ пек, хутлă-хутлă тытса пĕтернĕ: унта хĕрлĕ, кăвак, сарă, симĕс. Аркине каллах ик-виç хутлă тутарла илемлетсе тытнă. Н. Якушк. † Хăранцуски кĕпи сирĕн пулĕ, тытас арки çанни пирĕн пулĕ. ЧП. Аркине пархат тытнă. ЧП. Эпир йĕтĕн кĕпи тăхăнас çук, хул айне хăмачă тытас çук, аркине харанцуски тытас çук. || Бить (о лихорадке). N. Ах, ачана сив чир тытать, эрĕм шывĕ ĕçтерес. [Шу тытнă ăна, ахаль полас çок. Хора тăван киремеч тытнă полĕ]. || Вести (войну). N. Тата ăна вăрçă тытма, вĕсене çĕнтерме панăччĕ. || Рвать. Б. Хирлепы. † Пирĕн патра юманлăх, тăрăнчен йĕкел тататпăр, кутĕнчен тукăн аватпăр. || В чувашизмах. N. Хăна ху çӳле ан тыт (не зазнавайся). Досаево. Тепĕр кĕркунне вĕренме каяс тесе, эпĕ те шут тытрăм (надумал?). N. Паянхи кун çиме пулмасан, епле вара пĕтĕм çулталăкшăн терт тытăп? N. Хан, çавна илтсен, Александр çине тытса çурас пек çиленсе çитнĕ (обозлился как зверь; был готов его разорвать). N. Мĕн тытас-тăвас пулсан та (при всяком предприятии), ху ĕçлессӳ çинчен аса ил. N. Ах, мĕн тăвас, мĕн тытас! Янтик. † Турта тулли турă утна епле тытса кӳлĕн-ши.

кăлай

(кы̆лаj), деревянный шар (для игры в шар). К.-Кушки. Ст. Чек. Пăкка [или] кăлай-деревянный шар или камень (в игре. В этой игре бывает кĕтӳçĕ — охраняющий котел, кăлай муклашки — то, что загоняют в котел).

кăлайла

назв. игры в шар. Череп? Кăлайла = пăккалла выляни. Пĕр пысăк шăтăк алтаççĕ. Ун йĕри-таврашне тата кĕçĕн шăтăксем алтаççĕ, пысăк шăтăксем алтаççĕ. Пысăк шăтăкне кĕçĕн чул патакне (?) яраççĕ. унтан пурте, атсем, илеççĕ патак, атту чукмар; унтан тытăнаççĕ, ăна ура пуç çине хурса ытаççĕ; хăшин патакĕ хыçала юлат, çав вăл вара кĕтӳçи пулать. Кĕтӳçи пысăк шăтăкри чула сыхлат, ыттисем кĕçĕн шăтăксене патак чиксе сыхлаççĕ. Унтан пысăк шăтăкри чула çапса кăлараççĕ. Кĕтӳçи, вĕсем çапнă чухне, вĕсен шăтăкне чикме тăрăшать; хăшин шăтăкне чиксе ĕлкĕрет, çав вара кĕтӳçĕ пулать. Вара çапла хăçан хăйсен кăмăлĕ таврăначчен (пока не наскучит) выляççĕ. Кĕтӳçĕ хăй шăтăкĕнчен çапса кăларнă кăлая каялла кӳртсен, улшуй, тет. Ыттисем вара хăйсем йышăннă шăтăксене улăштараççĕ; кĕтӳçĕ те çавăн чухне йышăнса юлат, ĕлкĕрейсен. Кам шăтăк йышăнайманни кĕтӳçĕ пулать. Альш. Кĕркунне ачасеи урамра пăх муклашкисен(е) туяпа çапа-çапа ямалла выляççĕ. çавна: кăлайла выляс, теççĕ. Пăх муклашкине кăлай теççĕ, туйине кăлай туйи теççĕ; унăн вĕçĕ турчăканнĕ пек кукăр пулать. Зап. ВНО. Кăлайла выляни — такая игра, когда двое стараются вкатить деревянный шарик в особые ямочки в земле.

кăптăр-каптăр

(кŏптŏр-к̚апты̆р, кы̆пты̆р-к̚апты̆р), подр. неодинаковому тупому стуку (напр. деревянной вещи). Синьял. † Çак ял хапхи — хуп хапха; эпир килсе кĕнĕ чух кăптăр-каптăр! туса юлчĕ (о плохих деревянных воротах). Ib. † Кăптăр-каптăр каптăрка, пур каптăрка (хлам о людях) çак ялта. Мусир. † Виç кĕпер те (все три моста) — хуп кĕпер; эпир каçса килнĕ чух кăптăр-каптăр! тăва юлчĕ. Альш. Кĕлетре темĕскер кăптăр-каптăр! турĕ (глухой стук). Тюрл. Кăптăр-каптăр! персанчĕ (упало, напр., моклашка). Хорачка. Кăптăр-каптăр ӳкрĕ, вилчĕ. Свалился от ничтожной причины («легкость действия»). Хурамал. Пирĕн çурт кăптăр-каптăр ишĕлсе анчĕ (вдруг). Орау. Старике тĕкрĕм те, кăптăр-каптăр (сразу от лёгонького толчка) кайса ӳккĕрĕ. N. Вăл кăптăр-каптăр чикеленсе кайрĕ. Байгул. Ир тăрсан тарçи урама тухма калинккене уçсан, ун умне хай Иван вилли кăптăр-каптăр! ӳке пачĕ, тет. Кĕвĕсем. Кăптăр-каптăр атă кĕлли. || Быстро, живо Торп-к. Хум пуç патне çитсессĕн, йыт çӳри шăпăр айне кăптăр-каптăр кĕрсе выртрĕ, тет. || Плохонький? Ск. и пред. 15. Кĕтӳçĕ пӳрчĕ пĕчĕк пӳрт, хый (= хăйă) çуттипе çуталать, кăптăр-каптăр тĕпелте пĕчĕк сĕтел курăнать. || Мелкий скарб. Пшкрт. Кăптăр-каптăрсаня поçтаркалас (-ђалас).

кĕл кĕтӳçĕ

хранитель киремети. ДФФ. Мăн киремете пăхакан ăрасна кĕл кĕтӳçĕ пурччĕ, вăл Чӳрачăксемччĕ. Çемьере пĕри-пĕри чирлесен, е урăх усал пулсан, юмăç хушнипе мăн киремете асăнса, кив кĕлет умпе шур тутăрпа укçа çыхса хуратчĕç, виçĕ çулта пĕрре çав асăнса хунă укçасене мăн киремет кĕл кĕтӳçне кайса паратчĕç. Вăл пухăннă укçапа виçĕ çулта пĕрре вăкăр (мăкăр) илсе мăн киремете чук тăватчĕç. Ĕлĕк ытти киреметсен те кĕл кĕтӳçĕсем пулнă, тесе калаçатчĕç пирĕн атте-аннесем, хам эпĕ мăн киремет кĕл кĕтӳçне анчах астăвап. Истор. Пуринчен ытларах Стефана зырянсен кĕл кĕтӳçисем асамăçĕсем, юмăçсем курайман.

кĕтӳç

кĕтӳçĕ, пастух. Якейк. Сысна кĕтӳçи, сысна кĕтӳçне, сысна кĕтӳçĕнчен. Пшкрт: кэ̆дӧз'э̆, пастух.

черет

очередь. N. Пĕр пӳрократ çапла каларĕ, тет: „ Эсир, ыйтусем, нумай, эпĕ пĕччен, черете тăрăр“,— тесе каларĕ, тет. N. Армана çитсессĕн пире черет час тимерĕ. Черечĕ пысăкчĕ. N. Черетпе параççĕ. Черетрен килтĕм. Б. Олг. Хама черет кисен, кайăп,– тетĕп эпĕ. Чуратч. Ц. Унтан икĕ ача хăйсен черетне персе иртерсе ячĕç те, пирĕн пемели черет çитрĕ. Кан. Черечĕ пин патнелле, тесе ăсатса яраççĕ. УМ. Хуркайăк пек карталанса черет кĕтсе тăтăмăр. || СТИК. Пирĕн кĕтӳ кĕтме кĕтӳçĕ тытнă чухне, ăна касăпа пухăнса тытаççĕ. Кĕтӳçе çу каçиччен пĕр 40–50 тенке тытаççĕ. Çак укçана вара черет тăрăх уйăрса тӳлемелле тăваççĕ. Кĕтӳре пĕр 80–90 черет пулат. Кашни черете 4 сурăх кĕрет, ĕне хăй пĕр черет, путексене, пăрусене, такасене унта шутламаççĕ, вĕсемшĕн тӳлемеççĕ, мĕшĕн тесен вăсем амăшсенчен ăрасна çӳремеççĕ, такасем сурăхсенчен уйăрăлмаççĕ.

чуп

чоп, бежать, скакать. КВИ. Лаши чупать пуç ухса. КС. Ай-яй, лаши хыт чупаçке (= чупать-çке). Ах, как быстро бежит лошадь. Образцы 44. † Пĕчĕкçеççĕ лаша турă лаша, чупма турти вăрăм пулинччĕ. N. Юртăпа чупать. Регули 102. Ку лаша чопасра (чопасса) çăмăл. Калашн. 15. Кайăк пек вĕçсе килелле чупрăм. И домой стремглав бежать бросилась. Хĕр йĕрри. Тăван тесе чупрăм та, çичĕ ют ачи пулайрĕ. Ib. Чупрăм антăм çырмана кĕмĕл çĕрĕ пулĕ тесе. Ib. Чупрăм антăм çырмана, юхрĕ тухрĕ шерепем. Ib. Чупрăм кĕтĕм пĕр пӳрте, хамăр çеме пулĕ тесе. Ib. Ах, аккаçăм, аккаçăм! Пĕрре ларма килтĕм те, чупрăр тухрăр ăрама, хамăр тăван пулĕ тесе. Ib. Чупрăм тухрăм ăрама, хамăр савни пулĕ тесе. Образцы 45. † Чупрăмах та тухрăм эп урама. N. Кĕт тарланă тарламан — шыва чупать чӳхенме. КВИ. Ав унта хитре хĕрсем ĕни хыççăн чупаççĕ. НР. † Чупрăм каçрăм çак ăрама... Прибежала я на эту улицу... N. Тӳсеймесĕр масар çине чупа парать. Хĕр йĕрри. Атте çурчĕ утмăл хăлаç, ут пек чупса çӳреттĕм. КВИ. Ачи-пăчи выляса чупса çӳрет урамра. Ск. и пред. чув. 15. Вара кĕтӳçĕ пӳртнелле чупса кайрĕ васкаса. Ib. 46. Чупса та кайрĕ вăл хăйĕн килне. Ал. цв. 13. Часах аслă хĕрĕсем те чупса пыраççĕ. N. Пуян пиччĕшĕ ку пуйни çинчен илтет те, ун патне чупса та пырать. N. Чупса пычĕ хăвăртрах вăл хăй ывăлĕ патне. Ст. Чек. Пăлак акка хăранипе чупа-чупа тарнă. N. Чупса пынă чухне хирĕç çил персе пырать. N. Чупса пырса сикмелĕх вырăн пулмарĕ те, тӳрех сикмелле пулчĕ. N. Чупса пырса сикмелĕх (для разбега) вырăн çукчĕ те, тӳрех сикмелле пулчĕ. Чураль-к. Пĕр пураклăх хурăн хуппишĕн чупрăм хăпартăм хурăн тăрне. Кармалы. Çав сăмахсем çинех тилĕ чуп кил. Перев. Çав сăмахсене кашкăр калаçса тăнă чух тилĕ чуп çит. Цив. Но, айта, çăртан полă ячĕпе чопа пар. Н. Карм. Çунатсăр вĕçет, урасăр чупат. (Çумăр пĕлĕчĕ). Ск. и пред. чув. 27. Вăхăчĕсем иртеççĕ, варти шыв пек чупаççĕ. || Жить. Якейк. Лайăх чопаттăр-и? – Чопкалатпăр та-ха. Как поживаете? – Живем пока. || Ходить (о судах). Б. Яныши. Унта çитсен праххотсам чопнине пăхкаласа ларнă чух мишавай çитрĕ. КС. Прахут чупать (идет). Эпир çур. çĕршыв 25. Сăрă çинче пăрахут та чупать. || Кататься (на дошади). Ст. Яха-к. Ун чухне вара ачасен ту çипе çунашкапа ярăнма каясси килмест, лашапах чупас килет. (Çăварни). N. Чуп, чуп, лаша, чуп, лаша: эпир çăварни чупас çук. || Ездить, разьезжать. N. Пасартан пасара чуп. N. Ямшăк чуп, ямщичить. ЧП. Кунĕн-çĕрĕн ямшăксем чупаççĕ. Кан. Лаша кӳлсе ĕçке те чупма пăрахатăп. || Катиться. N. Арпус чупса аннă чухне пĕр мулкач тухса карĕ, тет (когда арбуз скатывался). || Ползать (о мухе). Бгтр. Ман çинче шăна чопса çӳрĕ. || Плыть (об облаках). Ск. и пред. чув. 112. Хура пĕлĕтсем чупаççĕ. Чув. прим. о пог. 103. Сийлĕ пĕлĕтсем хытă чупсассăн, уяр пулать. (Если) слоевые облака быстро двигаются – к ведру. || Двигаться. Регули 1541. Çын ман çола çитсен чопма йоратмасть. || Якейк. Ку чопмалли ана-ха (вырма лайăх, сарарах тырă çинчен), часах вырса прахăпăр. Ани лайăх чопать те, тырри сахал. Ани чопмалла та, йышĕ çок та, ытла валаллах каймасть. || Случаться (о животных). Альш. Ĕне çуркунне чупса юлчĕ. Чертаг. Чопас тына (виç çулта, о телке). Кан. Камăн та пулин ĕни чупсан, ун çинчен хуçине систерес пулать.

шорт

подр. удару в ладоши, хлопанью. Панклеи. Ик алине шорт! çапать. Çашра-Марка. Ялти яшă ачийĕ сар хĕр тĕлне çитсен, ик аллине шорт çапать, хĕрсен чонĕ хосканать. Когда молодой деревенский парень поравняется с русою девушкою, он громко ударяет в ладоши, так что у девушки вздрагивает душа. Шемшер. Ах, атте те, ах, анне, эпĕ тохса кайсассăн, ик аллуна шорт çапăн. Панклеи. Шорт! çапать те сĕм тăвать, катам пирĕ пек пир тăвать. Тохтала. Кĕленчĕпе алли çине шорт! тутарать те (он хлопнул по донышку бутылки), пропки тохать. || Подр. удару кнутом. Шорк. Кĕтӳçĕ вăрăм пушипе шорт! çапрĕ те ĕне тирне çурсах пăрахрĕ. Торп-к. Утне кӳлсе çони çине хăпарса ларса, йорласа утне шорт! çаппăрĕ, тет. Янбулат. Хора лаши хорт тăвать, чĕн килхепи шорт тăвать. || Подр. прыжку. Янбулат. Кайăк ăна илтелет, шорт сикет те, ну йорлать. Б. Олг. Çăртан шорт сикет. Ишек. Ах чонăм, шох чонăм, шорт та шортах сикет-ĕçке (от радости). || Подр. зажиганию спички. Б. Олг. Çпичкă шорт! тесе чĕрĕлсе каят. Ib. Стена çомне спичкă шорт! чĕртет. || Подр. обливанию водой. N. Мана шорт шу сапрĕ.

шăран

плавиться, топиться (о масле). N. Тăхлан шăранать. Свинец плавится. || Пылать; палить. Торп-к. Шăрăнса пăхакан хĕвелшĕн. (Клятва). М. Шемерд. Шăранса пăхакан çут çăлтăр... Шăранса пăхакан хĕвел. (Из наговора). Ib. Шăранса çунакан вут. || Тлеть. О сохр. здор. Кăвар шăраннă пек шăранса тăраççĕ. N. Кăвар шăрансан, когда горячие уголья потухнут, когда они едва тлеют. Ромс 29. Вучахра кăвар шăраннă: кăвакăн-симĕсĕн çунса выртнă. || В переносном смысле. N. Çав сăмахсене вуланă чух этем чунĕ мĕн чухлĕ шăранса тăнине кам пĕлмест? || Ослабляться. Сборн. по мед. Ватăлас енне кайсан, пур çын та шăрана пуçлать. N. Ут-выльăха çамрăк чухне чипер пăхса кĕр ӳстерсен, ватăлсан та вăл час шăранмасть, тетпĕр. Ир. сывл. 34. Ĕç вăй-халĕ шăранать. Ib. 25. Ĕç халăх вăй халĕ кунта вут пулса тирпей шăранать. || Убавиться в размере. СТИК. Хайхи мăнтăр сысна епле шăранса кайнă (поубавилось жиру, толщина спала), суха сухаласси чей ĕçсе тутлă çисе выртасси мар çав! Сред. Юм. Пит самăр çын пăртак начарлансан: шăраннă, теççĕ. Скотолеч. 7. Çапла имлесен те лашанăн хырăмĕ шăранмасан... СТИК. Ку шыçă кăшт та шăранмаст-çке, мĕн тăвас? Не опадает (опухоль). N. Пит халь те шăранса çитмест (= халь те шыçĕ чакмасть), ами. СТИК. Ĕне çилли епле шăранса кайнă, кĕтӳçĕ каллах сунă пулас (вымя спало). || Разжижаться. Рак., Кайсар. Арăмсем çăмăлланнă хыççăн ăшне юн хытса ларнипе аптăра пуçласан, çак курăка вĕретсе ĕçеççĕ. Унтан вара хытса ларнă юнĕ шăранса ерипен юхса пĕтет. || Исполнять прекрасно, великолепно, чудесно (песни, музыку, работу и т. д.). N. Симĕс вăрман тумланать, шăпчăк юрри шăранать. N. Вара шăранаççĕ хĕрсем юрăра. || Перевариваться. N. Апат-çимĕç шăранни, пищеварение.

путпаска

подпасок (русск.). К.-Кушки. Потпаска — кĕтӳçĕ-ачи.

алă виттĕр тухмалла выляни

(вм. выл’νиы), ludus quidam puerorum et puellarum, назв. игры. Ст. Чек. Ачасемпе хĕрсем алăран-алла тытăнса карта тăваççĕ. Ачасенчен икĕшĕ, ачасем нумай пулсан виçешĕ, кĕтӳçĕ пулаççĕ; икĕше е виçĕшĕ карта варрине кĕреççĕ те, алă айĕнчен картаран тухса кĕме майласа çӳреççĕ. Кĕтӳçисем вĕсене сыхласа çӳреççĕ. Карта ăшĕнчисем çта пыраççĕ, кĕтӳçисем те çавăнта çитеççĕ. Алă виттĕр тухса кĕрекенсем пурте карта тулашне тухсассăн кĕтӳçисем ĕлкĕрейсен тытаççĕ. Тытаймасан тухса кĕрекенĕсем вара хăйсен вырăнне тăраççĕ, тухса кĕме вĕсемпе çумлăн тăраканĕсем карта ашне тухса кĕме кĕреççĕ. Тухса кĕрекенсенчен пĕрне карта тулашĕнче, тухса кĕнĕ чух, тытсан тухса кĕрекенсем пурте кĕтӳçĕ пулаççĕ. Кĕтӳçисем карта варрине кĕрсе тухса кĕреççĕ. Тухса пурте кĕрсен çĕнĕ кĕтӳçсен вырăнне тăраççĕ, пурте тухса кĕреймесен каяллах кĕтӳçе тухаççĕ. Хĕр-ачасем ни кĕтӳçĕ, ни тухса кĕрекенсем пулмаççĕ. Арçын ачасем кăна выляççĕ, хĕр-ачисем çимĕк сăвви калаççĕ. Хăшĕ кĕтӳçĕре пит нуммай чупат. Мальчики и девочки схватываются за руки, образуя непрерывную цепь или круг. Двое из детей, — а если играющих много, то трое, — становятся пастухами, а двое или трое выходят на средину круга и стараются выйти из него и войти опять, прошмыгнув под соединенными руками играющих. Пастухи стерегут их, и, куда бы они ни сунулись, туда же подоспевают и пастухи. Когда все играющие, находящиеся на средине круга, выйдут из него наружу, то пастухи, если успеют, ловят их; а если не успеют, то на место их (т. е. тех которые выбегают из круга и опять вбегают в него) выходят их ближайшее соседи по цепи, а они сами становятся в цепь, на свои прежние места. Если пастухам удается схватить одного из выбежавших из круга, то последние все становятся пастухами, а пастухи занимают их место на средине круга и начинают в свою очередь выбегать из него и вбегать обратно. Когда таким образом все они сумеют выбежать из круга и вбежать в него, то становятся (в цепь) на место новых пастухов; если же все они этого сделать не успеют (и один из них будет пойман), то они опять превращаются в настухов. Девочки деятельного участия в игре не принимают, и все время стоят в цепи и поют семиковые песни. Иному приходится быть пастухом очень долго.

карта кĕтекен

карта кĕтӳçĕ, назв. божества (хранитель карды). Магн. М. 85, 89.

ăрша

(ы̆ржа), зной и марево во время поспевания ржи. Череп. Пролей-каша. Ăрша вылять — марево. IЬ. Ăрша ― тырă полтараканни. Альш. Çула, тырă вырнă чухне, ăрша пулать. Тырра ăрша пултарать, теççĕ. N. Пĕр кĕтӳçĕ ăршана хăваласа кайнă. Один пастух гнался за маревом. Череп. Ăрша юхат (а не вылят). Марит. || Ржа (Mehlthau, Brand im Getreide). Паас. Пухтел. Мгла, уничтожающая хлеба: бывает тырă пулнă вăхăтра; вĕтелентерет (т. е. сушит; «мăкăрлантарать», т. е. стоит мгла). Тайба. Ăрша тиврĕ (тат. рӓшӓ), туман (мгла) попортила хлеба, задержала их рост, развитие. Трхлб. Тырăсене ăрша ĕнтсе ячĕ. (Тогда бывает плохой налив). IЬ. Паян ăрша. СПВВ. Х. Ăрша(?). Вопрос ― оригинала. || Божество? Т. VI. 7. Ăрша амăшĕ, ăрша хаярĕ.

ăса кӳрт

образумливать, образумить. Сир. 33. Кĕтӳçĕ кĕтĕве пăхса тăнă пек вăл этеме питлет те, ăса та кӳртет, ăн та парать, кăмăлне те çавăрать. Сёт-к. Рахмат калатăп мана ăса кӳртекен (вразумившему) торра. Хыпар № 39, 1906. Халăх вĕсене çапла калать: эпир вĕсене хĕнемен, ăса-кăна кӳртрĕмĕр. Народ (мир) им так говорит: мы их не били, лишь только проучили. Альш. Ăса кӳртсе илтĕм. Проучил.

ĕлĕк

(э̆л’э̆к, э̆л’э̆к’), раньше, прежде, в предыдущий раз. Толст. I―II, 29. Ĕлĕк эпир Хусан кĕпĕрнинче пĕр ялта пурăнаттăмăр. Ib. 82. Ĕлĕк пĕр кĕтӳçĕ пурăннă. Пазух. Ĕлĕк чух, сарă чух, ют кирлĕ мар, тăван, эс пур чух. N. Вăсем вăл вăрттăн тырă сутнине ашшĕнчен ĕлĕкех сиснĕ иккен. О том, что он тайно продает хлеб, они заметили еще раньше отца. Хыпар № 7, 1906. Хай манăн хаçетĕм эпĕ Мускава пыраччен пилĕк-ултă çул ĕлĕк тухнă. Оказывается та моя газета вышла лет на пять или на шесть раньше, чем я приехал в Москву. N. Ĕçлесе тавăрăнсан, ĕлĕк сапнă кăмрăкне тасатса, унăн вырăнне татах сапас пулать. По возвращении с работы надо очистить от прежнего угля и посыпать новым. Ала 29°. Çакăнта тоя килес тесе, виç кун ĕлĕк тапранса, аран килсе çитрĕмĕр. Чтобы приехать сюда на свадьбу, мы три дня тому назад тронулись и едва добрались. Ib. † Ах, кинçĕм, Анна пур, сана илес тиесе, виç çул ĕлĕк (?) кĕтетпĕр, N. Пумилкке тăваччен малтан, ик-виç кун ĕлĕк, сăра тăваççĕ. Дня за два или за три до поминок варят пиво. Чăв. й. пур. 19. Пĕр çйрĕм çул ĕлĕк Кушкăра пĕр питĕ паттăр, чăрсăр çын пулнă. Лет двадцать тому назад, в Кошках был очень сильный человек.

ял пуç

деревенский воротила (староста, председатель). Ч.П. Ку ăсăр-хакăлăрпа тăрсассăн, сире кирлĕ ял пуç суйлама. Пшкрт. Ял-поç поласшăн-и, эс мана пет вăрçан! IЬ. Эп ял-поç полăттăм-ччă(-чы̆), пĕре ку халăха тытса пăхăттăм-ччă(-чы̆). Якейк. Ял пуç — деревенский кулак. Изамб. Т. Ку ача ӳссен ял пуç пулĕ. Этот мальчик, когда вырастет, будет коштаном. Б. Олг. Ял пуç ― ялта коштан, начара пуç паман (ходу не дает), хаяр. То же знач. у КС. Слепой. «Ял пуç ― кĕтӳçĕ». Тюрл. Ялпуç ― староста. Собр. Тăлăх выльăх карта пуç пулнă, тет, тăлăх ача ял пуç пулнă, тет. (Послов.). П.П.Т. Ял пуç. См. тĕрмеклен, а также Магн. М. 194.

лăмпăр-лампăр

подр. виду, напр., слабо натянутого вымени. СТИК. Ĕне çилли лăмпăр-лампăр туса сулланса килет, кĕтӳçĕ каллах суни тен (пустое, слабое вымя).

Русско-чувашский словарь

пастух

сущ.муж., пастушка жен.
кĕтӳçĕ; нанять пастуха кĕтӳçĕ тыт

плеть

сущ.жен.
1. (син. кнут) пушă, чăпăркка; пастушья плеть кĕтӳçĕ пушши, вăрăм пушă
2. (син. стебель) авăр, хунав, путранкă; плети хмеля хăмла путранки

Русско-чувашский словарь (1972)

чабан

кĕтӳçĕ, сурăх кĕтӳçĕ.

Русско-чувашский словарь (1971)

бабник

м. прост. сĕтĕрĕнчĕк, чупкăн, хĕрарăм кĕтӳçĕ.

гонщик

м. 1. спорт. ăмăртуçă; гонщик-мотоциклист ăмăртуçă мотоциклист; 2. (гуртовщик) хăвалакан, кĕтӳçĕ.

гуртоправ

м. кĕтӳçĕ.

свинопас

м. сысна кĕтӳçĕ.

табунщик

м. кĕтӳçĕ.

чабан

м. кĕтӳçĕ, сурăх кĕтӳçи.

Чувашско-татарский словарь (1994)

кĕтӳçĕ

көтүче

Этимологический словарь чувашского языка (1964)

кĕт

«пасти», в текстах Х-ХIII вв. из Вост. Туркестана кӳтӓ, алт. И кӳт, кӳтке, кӳзе, ойр., карач. кӳт, башк., тат. кӧт, тур. гӳт «пасти»; якут. кэтэ «сторожить», «наблюдать»; Замахш. кӳткӳчи, алт. кӳдучи, тат. кӧтӳче, чув. кĕтӳçĕ «пастух». По-видимому, кĕт I и кĕт II одного происхождения: пасти — значит ждать, пока скот пасётся, пока он не насытится; ср. полов. кӳт «оберегать», «охранять»; «пасти скот».

Чувашско-русский фразеологический словарь

Ухмаха хăвар

Ухмаха хăвар дурачить / одурачить кого, околпачивать / околпачить кого, обманывать / обмануть кого.
Каллех ăна Марье ухмаха тăратса хăварчĕ. А. Емельянов. Харам пырпа тавлашни харама каймарĕ: кĕтӳçĕ улпута ухмаха хăварчĕ. Г. Волков.

Неологический словарь чувашского языка

какайçă

ç.с. Выльăх пусса тирпейлекен е аш-пăшпа сутă тăвакан çын. Какайçăсем сĕвеççĕ ... тир. А.Т.-Ыхра, 2000, 132 с. Унăн паян тĕп пасарти Суханов какайçăпа пикник вĕт. Ар, 2002, 40 /, 3 с. Ĕмĕре ирттерĕп, ... пултаруллă кĕтӳçĕ е какайçă пулма пултарнине пĕлмесĕрех несĕлсем патне кайăп. Ар, 2002, 41 /, 2 с.

См. также:

кĕтӳ хапхи кĕтӳ хунни кĕтӳ чăпăркки кĕтӳç « кĕтӳçĕ » кĕтӳçĕ ача кĕтӳлĕх кĕтӳлетсе кĕтӳлле кĕтӳччен

кĕтӳçĕ
Свойства слова не указаны
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150