Поиск: лап-лап

Введите слово для поиска

Область поиска:

Чувашско-русский словарь (1982)

киккирик

I.
гребень, гребешок (петуха)
автан кикенекĕ — петуший гребень
Лап-лап çăпаталлă, çинçе пилĕклĕ, тăватă сăмсаллă, хĕрлĕ киккириклĕ. (Хăйă чикки). — загадка В больших лаптях, с узкой талией, с четырьмя клювами, с красным гребнем. (Светец для лучины).

купала

1.
складывать, сваливать (в кучу)
громоздить
вутă купала — складывать дрова (в штабель)
кĕнекесене купаласа хур — сложить книги в стопку
купаласа тултар — нагромоздить
Чу кайăп, лап анăп, мăнтăр купи купалатăп. (Тырă сăвăрни). — загадка Высоко взлечу, вниз упаду, в толстую кучу уложусь. (Веяние зерна).

лап

низинный, низменный
лап вырăн — низменное место
ял лапра ларать — деревня расположена в низине

лап

2.
плоский, ровный, пологий
лап çыран — пологий берег
лап уйăх — плоский диск луны

лап

3.
плашмя
лап хур — положить плашмя

лап


лап пӳрт
— приземистая изба

лап

III.

1.
подражание звуку падения, удара
хлоп, шлеп, бах, трах

ача урайне лап! персе анчĕ — ребенок шлепнулся на пол
сывлăш шарĕ лап туса çурăлчĕ — воздушный шарик с треском лопнул

лап

2. подр. —
о мгновенном действии

çутă лап сӳнчĕ — свет сразу погас
алăпа лап вит — быстро накрыть ладонью

лап

3. подр. —
о тяжелых размеренных шагах

такам лап, лап тутарса утать — кто-то ступает тяжело и размеренно: топ, топ

лăп-лап

плохо, кое-как, едва, как попало
лăп-лап çыру — неряшливый почерк
ĕçе лăп-лап ту — делать работу спустя рукава

лăп-лап

II.
местами, пятнами, кое-где, там-сям
калча лăп-лап çĕрнĕ — местами всходы погибли

лăп-лап

III. подр. —
о неравномерных ударах, хлопках, о неритмичных движениях

пальтона лăп-лап шакка — выбивать пальто (от пыли)
Хай пăр-пăр, хӳри лăп-лап. (Пăрчкан). — загадка Сама вся трепещет, а хвостик дергается. (Трясогузка).

лĕп-леп

то же, что лăп-лап

хускал

1.
трогаться, двигаться (с места)
вырăнтан хускал — тронуться с места
поезд хускалчĕ  — поезд тронулся с места
Кушкă кĕрӳ хускалать, Лăпата кĕрӳ лап ларать. (Икерчĕ пĕçерни). — загадка Зятек Кушкă двигается, а зятек Лăпата на месте сидит. (Блины и сковорода).

шăп

2. разг.
как раз, в самый раз, точь-в-точь
шăп вăхăтлă — 1) вовремя 2) в самый раз (по размеру)
шăп та лап — тютелька в тютельку, точь-в-точь
пиншак ăна шăп та шай — пиджак ему как раз, впору

лап-лап

местами, отдельными участками, пятнами
уйра юр лап-лап çеç выртать — снег в поле лежит лишь местами

лапкăм-лапкăм

то же, что лап-лап

Никольскийĕн чăвашла-вырăсла словарĕ

лап-лап

местами; небольшими пятнами; ку çĕçĕ лап-лап тутăхнă – этот ножик местами заржавел; лап-лапах – впору; точь в точь.

107 стр.

Словарь чувашского языка

сехмет ту

дать назолу. N. Халь салам лайăх улах çĕрте курса калаçмарăм, улахра сехмет тусан пар хиле Кĕркури, тет пĕрмаях. Орау. Улах ларнă чухне яшăсам хĕрсемпе вылянине вĕт ачасем ан курчăр, тесе, сехмет туса кăларса яраççĕ. Сехмечĕ ак çапла пулать: чипер ларнă çĕрте кăраççина лап сӳнтереççĕ те, тĕттĕмре ачасене явнă пиçиххипе хĕнеме тытăнаççĕ. Лешсем ирĕксĕрех тухса пĕрхĕнеççĕ вара. Çавна сехмет теççĕ.

Çапкăн

назв. божества. Аттик. Кăнтăр çапкĕн (= çапкăнĕ), çĕр çапкĕн, çил çапкĕн çакна ĕçсе çисе кайтăр. (Из наговора против лăп-лап, хирĕç вăрăнни).

çын

(с’ын, с’ин), человек. См. этем. Вишн. 61. Çын чирлесессĕн, унăн варĕ, тата пыршисем çинĕ апата сывă çыннин пекех çĕртме (переваривать) пултараймаççĕ. N. Çын ăшне кĕрсе тохмалла мар. (Послов.). Н. Карм. † Ай-хай турă çыннисем, хырса çуса каймаççĕ хурисем! Хырса çуса кайсассăн, ман пуçсем ырă курмĕ-ши? Ала 54. Эпĕ çынсем çине тилмĕрсе пăхрăм та, вĕсем мĕнле çынне палларăм (понял, что это за люди). Орау. Унăн иккĕмĕш арăмĕ пит аван çын пулнă, тит. Ib. Çынни аван, умпа çăккăр çима пулать (гов. о женихе, невесте и пр.). N. Çынсенĕн пурин те вилмелле, эсĕ — çын, çавăнпа санăн та вилмелле. Все люди смертны; ты — человек, следовательно, ты смертен. Сред. Юм. Улмерен ôн пик çынпа çыпăçма тор ан хоштăр. Не дай бог вперед с таким человеком связаться. Сред. Юм. Пирĕн пик çынсĕм вилсе пĕтсен, пиртен вара вăниккĕн пĕр така пусакан пĕчик çынсĕм порнмалла, тет. Шорк. Çын латти те çук. Не похож на человека. Альш. † Ах, милиньккăй, Хусанăн кантурĕ, эсир иккен çыннăн матурĕ (вы молодцы из молодцов. Застольн. песня). Ib. † Чун савнине илмесен, ӳсес те мар çын пулса. Регули 1270. Çынсерен (çынтан) пĕрер сом паратпăр. Мы платим по рублю с человека. N. Çын ĕмĕлки те полмĕ. Сред. Юм. Çын сăнĕ тесе пит нăмайччен чирлесе выртса орăх сăнлă полсан, пит хăраса сăнран кайсан, калаççĕ. Якейк. Çын сăнне пĕтернĕ. Дошел до крайней нравственной испорченности. N. Эпир кунта çын сăнĕнчен тухрăмăр. Мы здесь потеряли человеческий образ. (Из письма чувашина, ушедшего на заработки в прежнее время). Ал. цв. 28. Халĕ тата, эпĕ çын сăнлă чухне, юратсам мана. N. Унтан вара аллине çуни (умывший руки) пĕр çынсăр пушă пӳрте кĕрет (входит в пустую избу, где нет никого). N. Эп çынсен умĕнче нихçан та тутарла калаçман. Я никогда не говорил публично по-татарски. (Çын умĕнче — значило бы „при людях“). N. Лайăх пĕлнĕ çынсем — 1) хорошо знакомые люди, 2) близко знакомые люди. Кан. Çынна пăхсан, пĕрне тин юрăхлине тупрĕç. N. Арăмĕ хирĕç тухнă та: ĕçлекен çыннусем ăçта? тенĕ. N. Шурса кăвакарса каяççĕ, вĕсен çын тĕсĕ те юлмасть (так что на них и лица нет). ЧП. Çынна çисе çын пĕтмест. Альш. Пукравччен Пукрав валли хулана кайса тырă сутасчĕ: укçа кирлĕ, теççĕ çынсем. Етрух. Тата сирĕн килшчикки (= кил ăшчикки) таса мар, сире çын пăснă (вас испортили), сирĕн уна тасаттарас пулат, тет. (Чăваш чирĕ). N. Çыннăнни пек, çыннăннĕ пек, похожий на принадлежащий человеку (или другому человеку). || Люди, общество. Ала 27. Кунта пĕр маях çын килет. Сюда все время люди приходят. Ау 10. Эпĕ лере ялан çын хушшинче пурăнтăм (все жила на людях, т. е. в обществе других). N. Çын çинче çын пек пулмасассăн: кам ывăл-хĕрĕ? тесе ыйтаççĕ. Н. Якушк. † Ах аттеçĕм, аннеçĕм, эсир ăçта — килĕрте, ачăр ăçта — çын çинче. Кубня. † Ялта савнă тантăш пулмасан, тухассăм килмест çын çине (не хочется бывать на людях). N. Çын çине тух, водиться, общаться с людьми. || Прочие люди. Собр. † Шухăшламан чух çын пекех (как все), шухăшла пуçласан, пуçсем çавăрнаççĕ. N. Вĕсем те, çынран юлас мар тесе (чтобы не отстать от прочих), тăрăшĕç; çул иртсе çӳрен куçне те çын ĕретлĕ курăнĕç. Емельк. Çынна çитмен çын. || Нередко передается по-русски словами другой, чужой, в смысле другой человек, чужой человек. N. Çынна усал ан сун, хăна йывăр пулĕ. Якейк. Çын çине шанать. Надеется на чужой карман. Çĕнтерчĕ 44. Вăл пур çинче çын айне кĕмĕп-ха, çын хури (= хурри) пулмăпăр. Пока он жив, меня никто не обидит. N. Тапак çынран анчах туртса пурнатăп. Я курю только чужой табак. В. С. Разум. КЧП. Эсĕ çавă сăмаха каламасан, ман çын мар вара (если ты не скажешь этого слова, ты для меня чужой). Г. А. Отрыв. Çын çинчи (вар. Çынти) — йывăç çинчи (т. е. до чужого горя никому нет дела. Послов.). N. Çын çинчи — йывăç çинчи: çыншăн çын кам васкакан пур? Сред. Юм. Çынтан илтнипе йăмахлать. Говорит только по слухам. Ib. Эсĕ шывва (= шыва) кĕме кайсан, эп те пырап, çынтан йолмастăп эп апла. Ib. Тар-чир çынтан çынна сикет. Тиф переходит от одного человека к другому. Ib. Килте ăсĕм те пирн пикех пôрнаççĕ те, çын çине тохсан, ăсĕм çын аллнпе кăвар туртаççĕ (чужими руками жар загребают), ôлпôт-хуçа пик çиç çӳреççĕ. Учите детей. Ачана хăнана та пит илсе çӳрес пулмасть, апла вăл çын тăрăх сĕтĕрнсе çӳреме вĕренет (привыкнет шататься на людях). Чăв.-к. Эпир çын хăюлă пулас çук, савнă сарă хĕре илес çук. N. Çак приккашчăк, ирĕклĕхе кĕрсе ӳкнипе, çынсен вăйĕ тăрăх анчах пурăна пуçланă. Собр. Çынăн (çыннĕ) картара теççĕ. (Послов.). Арçури. Çитмен пурнăç пирки-çке, çын куçĕнчен пăхатпăр. Ведь мы бываем в зависимости от других вследствие недостатков и нужды. Якейк. Çын корнă-корман карта тытса лартрĕ. Никто не заметил, хак поставил загородь. Ib. Çын сисиччен кил çавăрса лартрĕ. Никто не заметил, как он построился. Ib. Йăван çын сисиччен аланса пăрахрĕ (кăларса, вăрласа илни çинчен). Йăван аланнине (= авланнине) çын та сисмер. М. Тув. † Манăн савни ял урлă, калаçасси çын урлă (с ним или с нею приходится сноситься через других лиц). Сред. Юм. Çынна çисе çӳрет. Распространяет дурную славу о других. || Порядочный человек. Пазух. Эпир çынсем ăшне те халь кĕриччен, алăри ачасем те, ай, ар пулĕç. Ib. Кăвак кăвакарчăн, ай, çурчĕ çук, çын пек пулас тесен те, халь телей çук. N. Тавтапуç (сана?) çыру ярса тăнăшăн. Эсĕ çыру янипе эпĕ те çын пек пултăм. Нюш-к. Матки çын турĕ уна, теççĕ. Его сделала человеком (т. е. исправила) жена. Орау. Кăна тăхăнсан, çын манерлех пултăн, ĕнтĕ. Ала 70. † Аттепеле-анне канашлаççĕ, пире çын ĕретне кӳртесшĕн. Лашм. † Хуллен еррипе пурăнса, кĕрсе пулĕ-ши çын çине? С. Тим. Атте-анне пирĕншĕн мĕшĕн йĕрет?! — Çын тĕрлĕ çын çине кӳртесшĕн (хотят оставить нас после себя порядочными людьми). Бур. † Çынсем çинче çын пек пулам тесен, пирĕн турă панă телей çук. N. Хăвăн анкартинче тăватă капан тырру йăтăнса ларат, çапах та çын ĕретне кĕрсе пурăнаймастăн, тесе ларатăп хам ăшăмра. Изамб. Т. Çын евĕрлĕ пул. Веди себя хорошенько, как другие люди, по-людски. Сред. Юм. Çын пик лар! (Ачисĕне: чипер ларăр, тессине калаççĕ). N. Тĕрмене пăхса тăракансем çын евĕрлĕ пулчĕç; япаласем илсе пырсан, кӳртмеççĕ те: хушман! тесе çех кăçкăраççĕ. Собр. † Ай-хай, пуçăм, çамрăк чунăм, ыр çынсем тавра çаврăнать: ыр çын çине кĕрсе пулми? тет. N. Ман ача куккăшсем патне кайнă та, ăна, çын вырăнне хурса, лайăх пăхман, çавăнпа вара ман ачанăн кăмăл хуçăлнă (обиделся). В. С. Разум. КЧП. Хăй ырă çын пек утса çӳрет, хăйĕн ăшĕнче нимĕн те çук. Ходит как будто хороший человек, а у самого внутри пусто. Тим. Çын йĕркелĕ пурнас — жить по-людски. || Взрослый человек. СТИК. Çын кут çӳлĕш ӳсмен, пысăккисене хирĕç кăшкăрат, чĕлĕм туртат. (От горшка два вершка, а большим перечит, курит; говорят малĕньким детям). || Муж. N. Санăн çынну паян ирхине ста карĕ? Куда пошел твой муж сегодня утром? || Иногда обозначает мужчину. || Супруг или супруга. Собр. Ăна вара хăйĕн çынни тăват, тет (овладевает им). См. çĕлен. Ст. Чек. Çынпа çӳрет, знается с чужим мужем или женою. || Супружеская чета. N. Ĕлĕк пĕр вăхăтра пĕр ялта арлă-арăмлă çын пурăннă, вĕсем мĕскĕн çынсем пулнă. || Личность. Янгильд. Çул каякан çын карĕ ăнчах, Микита патне аслати çитрĕ те, калать: ма тăратрăн эсĕ вăл çынна? Вăл этем мар, вăл осал, вăл мантан вăтăр çол мăшкăласа çӳрерĕ. || О членах семьи. N. Исир çырнă: матку посылкă ячĕ, ашшĕ ячĕпе янă пулсан та ил эсĕ уна, тесе çырнă... Мĕле исир пĕлместĕр кам ячĕпе ярасса пĕр килти çын. || Хозяин. К.-Кушки. Айăп лашинче, çыннинче мар. Этому виною лошадь, а не ее хозяин... N. Çавăнпа чăвашсен те çынсеренех (в каждом доме), шкулра вĕренсе тухнă çынсем пулма кирлĕ. || Заказчик; посетитель. ТММ. Тимĕрçĕ çынсăр тăмĕ, арман çынсăр тăмĕ, юмăç çынсăр тăмĕ. (Поговорка). || Народ. Изамб. Т. Унта çын! унта çын! таçтĕлти те пур-тăр. Народу-то там! Со всех, поди, сторон. Юрк. Çăкăрсене, кулаçсене, хăпартусене, хуплусене, куклĕсене, пашалусене чăвашсем ытти çынсем пекех пĕçереççĕ. Толст. Вăл халăх çыннисем (эта народность) хăйсен чĕлхипе анчах калаçаççĕ. || Изображение человека, чучело человека. N. Юртан çынсем тăваççĕ. Сред. Юм. Ĕлĕк çын чирленĕ чухне киреметсĕне (киреметям) чустаран çын туса панă, тет. = Отпечаток человека. Сред. Юм. Çын ӳкерни. Хĕлле ачасĕм (таса йор çине лап выртса хăйсĕне йор çине ӳкереççĕ т. е. получаетс я отпечаток фигуры). || Житель. Хорачка. Перĕн Чикме çыньă первой тохса соха патне, Йӳрйӳрĕн эрне каран (спустя неделю после Юрьева дня). N. Кăшт калаçкаласан эпĕ ыйтрăм: вырăсла калаçма пит ăста-çке, ăçти çын пулатăн капла эсĕ? терĕм.— Чĕмпĕр кĕпĕрни, Пăва уясĕ, ялĕ Пăрăнтăк, терĕ. || Населенная территория. N. Кăрмăш çыньпе (с’ин’бэ) Етĕрне хошшинче. Между Курмышским и Ядринским уездами. || Употребл. в чувашизмах. Орау. Çынну (к нему) патне пырса перĕнеймăн: тумланнă, такăш тийăн. К нему и не подступишься: разодет, подумать, что невесть какое важное лицо. Шибач. Пĕр-ик эрнерен çын полать вара (чĕрĕлет). КС. Унта пурăнсан, çын пулат вăл (оправится). Ib. Эп ăна çын турăм (поставид на ноги). Чăв. й. пур. 35. Ăна кӳмесен çын пулаймĕ, кайран мана асăнăн, тенĕ. Альш. † Çын ăшне кĕрсе çитсессĕн (когда приду в возраст), мана атте уйăрать. (Хĕр йĕрри). N. Пур тăванĕсем те ăна чиртен чĕрĕлсе çын пуласса сунман. Изамб. Т. Мана, ик ачаллĕ çынна, кам илет. Кто возьмет меня (замуж), у меня, ведь, двое детей. Юрк. Арăмĕ, халиччен чей ĕçмен çын, тытăннă савăнса сăмаварне лартма. Янтик. Туйăм, туйăм, туй халăх, киле пырсан, çын пекех. N. Çын айне ан юлăр. Не давайте себя в обиду. ТХКА 82. Кĕçĕн ывăл пур ман, Ваньă ятлăскĕр, шкула каять вăл. Аслисем çын пулаççĕ ĕнтĕ.

çӳп-çап

сор, мусор вообще. N. Çӳппи-çаппи çĕр улттă, вĕрени вĕр улттă. (Шăпăр, çулки). Çутт. З8. Пĕтĕм пахчари çӳп-çапа, сухалама пуçлаччен, шăлса тасатмалла. Етрух. Унтан кĕрсе каять тĕп-сакайне те, тĕслĕрен çӳп-çап, лăп-лап илсе тухать пĕр такана. Сред. Юм. Çуп-çап = лăп-лап, сор. Ib. Орайнче пĕтĕмпех çӳп-çап япăхса выртать. ППТ. Çав сĕрен хуллин çӳп-çапĕ (обломки) юлнă çурт пит хĕн-асап курат. (Вин. пад. çӳп-çапне). N. Алана алласан, çӳп-çап тăрса юлать. || Отбросы при производстве. Кан. Йăвăç çӳп-çапĕсем савăт машинисене хутма каять.

çăтăр

подр. легкому треску льда. Тюрл. Атăл ларсассăн, Атăл орлă каçнă чоне пăр çăтăр-çăтăр туса пырать. Ib. Çăтăр-çăтăр тусассăн та, кĕрконехи пăр потмас, çынна потармас. Панклеи. Çăтăр-çăтăр тие пуçласан шаларах чиккĕрĕ (хвост)… çăтăр-çăтăр тутарать кашкăр хури шăна пуçланипе. (Сказка № 9). || Подр. звуку выходящего кала. Орау. Чакарт тутартăн-и? — Çук, апла мар, çăтăр-çăтăр тăвать те, лап ӳкет, çăтăр-çăтăр тăвать те, лап ӳкет. || Подр. звуку при царапании. Янш.-Норв. Кушак тумтире чăрмаласассăн, çăтăр-çăтăр тăвать. Çиç. çиçрĕ кĕм. З1. Çăтăр-çăтăр чĕпĕтет. || Подр. жгучему чувству во рту. См. кăлхан. Слеп. || В порядке, аккуратно. Чертаг. Çорт таврашне çăтăр-çăтăр тытать (в порядке). || Плотно. N. Вăрăсем (семена) çĕрпе çăтăр-çăтăр выртмашкăн тăпра çийĕнчен алпа лăпкас пулать.

тавăся

(тавы̆сjа), тавăсье (тавы̆сjэ), тавăссе (тавы̆ссэ), тавăсси (тавы̆сси), тавăссие (тавы̆ссиjэ), то же, что тав сие благодарность за угощение. Йӳç. такăнт. 22. Улюн. Тавăся, атте! Сана атте ыран пыма питĕ чĕнчĕ.. ТММ. Тавăсье! — Лап çĕре! Янтик. Тавăссе ĕçсе çинисене! Эпир пăрмаях (= пĕрмаях) килетпĕр-çке, хăвăр пĕрре те пымастăр! (Это гов. гость хозяину, когда хозяин поднесет ему первый стакан). Етрух. Тавăссе тăвара-çăкăра (т. е. çăкăра-тăвара), тавăссе сăрасене! теççĕ. Сред. Юм. Сăра ĕçсе тавăрннă чôхне, кама кôрнă, çавна пôрне те, шапка илсе: тавăсси! тесе, иртсе каяççĕ. КАХ. Кунăн-çĕрĕн выльăхĕ-чĕрĕлĕхĕпе санăн уру айĕнче çӳретпĕр, санăн таврашра ĕçлетпĕр, сан патран ĕçке-çике каятпăр. Сана, кайнă чух, кучченеç паман пулĕ, тавăрăннă чухне тавăсси туман пулĕ — ан çиллен, каçарсам. (Из письма). Изамб. Т. Тавăссие = тавссе.

тарам

(тарам), не важно, не жалко; ладно бы, наплевать (от русск. даром?). С. Тим. † Хурăн-çырли пиçнĕ чух хурăн-ташран уйăрăлтăм; хурăнташ та тарамччĕ (это бы еще ничего, но дело в том, что), атте-аннĕрен уйăрăлтăм. КАЯ. Манăн унталла-кунталла пăхасси тарамччĕ-ха (это еще ничего бы, что я стал посматривать туда и сюда, а дело в том, что), урнă йăтă ăçта кайнине пăхса тăма пикеннĕ. КС. Тарам-çке умпа, юлтăр-и! — Тарам мар-ха, илсех каяр. Пусть останется, это неважная вещь.— Не „пусть останется“, а непременно возьмем. Ib. Тарам-çке манпа, ыттисене илсе кай-ха! Ну меня-то что, ты вот других возьми (туда)! Тюрл. Тарам (пускай), мана кирлĕ мар! (Говорит, если что-нибудь дают). N. Аттăм кĕли тарамччĕ, хĕрсен пуçĕ сыв пултăр. БАБ. Пысăкрах ачасене çапла хытланса çӳресен те, тарамччĕ ĕнтĕ (ладно бы). Пĕчĕкçĕ ачисене мĕне кирлĕ иккен çав каçсерен тухса çӳреме. Ib. Унта пĕр вилес вăхăт çитсен, ӳпне мар, кутăн çакăнса вилсен те тарам, терĕ. К. П. Прокоп. † Виçĕ тĕрке пушăтран хăрах çăпата кăларчĕ, вăл та пулин сулахай; сулахай тарамччĕ (ничего бы), вăл та пулин пасарăн (о женихе). Ашшĕ-амăшне. Ватă шăм-шаксем ырата пуçларĕç те, çапах вăл тарам-ха (но это ничего). Аттик. Анне пăрахса килсессĕн (остатки воды, кусочки хлеба, которые бросила она на перекресток от лăп-лап), Матюк аппана пама (за лечение) вăтăр пиллĕклĕх тенки ун патне илсе пычĕ. Матюк аппа аннене: укçишĕн тарам (деньги не имеют важности), сип пултăрччĕ-ха; вăл укçи тармĕ, сип пулни укçаран та хаклă, терĕ. Хăй укçана илчĕ те: ачам, часрах чĕрĕл, тесе тухса кайрĕ. N. Кил пăхасси çапах пире тарам халь (смотреть за домом для нас не важно). N. Пуян хĕрĕ пушмаклă; тарам пушмак пултăр та, урам йĕрне пустармăл (пусть она в башмаках, я все-таки не позволю обижать себя). Урам йĕрĕ çул пултăр, çак ялти хĕр тус пултăр. Якейк. Эп сире йорă йорланăшăн хĕвел-çармĕш илсе парăп (куплю). Хĕвел-çармĕшшĕн тарам та-ха (подсолнышки для нас не имеют значения, мы за ними не гонимся). N. Уншăн тарам-çке, юрĕ-çке! Ладно, и без этого обойдется! Чертаг. Тарам-çке, кирлĕ мар, хăвах çи! К чему? Напрасно. Не надо, ешь сам. (Гов., напр., отказывающиеся от какого-нибудь угощения). || Хотя. Якейк. Ман лаша, тарам (хотя) пĕчĕк полсан та, санчен иртерет. М. Тиуши. † Ах, лашам пĕчĕккĕ! Тарам пĕчĕккĕ пулсан та, çăка каски турттарать. || Впустую, понапрасну, ни к чему. Сред. Юм. Кăçал тыр та полман, ытлин-çитлин окçа-пôхча çôк пирĕн, ĕçкĕ тăвасси тарам полать-и мĕн (видно, придется оставить мысль о пирушке). Ib. Тарам пôлать пôль. Видно придется оставить (задуманное). Ib. Тарам пôлтăр! Оставим (это)!

тасат

(-т), чистить, прибирать, убирать. Регули 1365. Кил-картине тасатсах тăр. Сятра. Симĕс корăк, ман орая тасат! тет. (Просительно: ман орая тасатай). О сохр. здор. Ун чух вара пӳрт лартма суйласа илнĕ вырăна тасатас-тасатасах пулать. Сред. Юм. Кил-карти тасат, убирать двор;. атă тасат, чистить сапоги. || Придавать лоск, бдеск. Сред. Юм. Атă тасат. N. Ку сăмавара тасатмалла. Этот самовар надо вычистить. || Вычищать (что откуда), очищать, удалять нечистоты. N. Вакон çоль çинчен йор тасатрăмăр. Мы очищали железнодорожный путь от снега. N. Кайран, вилнĕ çынна пытарсан, виççĕмĕш кунне ирттерсен, вăл шыва тĕпсакайĕнчен тăпри-мĕнĕпе тасатса кăлараççĕ. Виçĕ пус. 33. Тырăсенчен юлнă япаласене тасатаççĕ. ХЛБ. Ана çинчек вăхăтра шыва тасатаймасассăн, тырă пулассине ан кĕт. || Производить суеверный обряд очищения. Етрух. Пушалăстă, тасатсамччĕ! Хаклă тăрать-и вăл тасатма? тет. (Чăваш чирĕ). Ib. Юмăçа килне илсе кайса тасаттарни. Юмăçĕ тасаттаракан патне пырсан, хай çурштав эрехе пĕчченех ĕçсе ярать те, вара тытăнать тасатма ӳсĕр пуçĕпе. Вăл: акă епле тасататăп, тет: пур чир-чĕре кил ăшчиккинчен хăваласа кăларатăп çакă килтен. Унтан кĕрсе каять тĕп-сакайне те, тĕслĕрен çӳп-çап, лăп-лап илсе тухать пĕр такана, уна вара суйлан пек тăвать. Усене суйласан, пĕр таса шурă тутăр çине çыхса хурать. Тата унтан вара юсман икерчне те савăн пек тепĕр шурă тутăр çине хурса çыхать. Унтан вара татах тепĕр хут йĕплĕ хул пĕр ывăç илет те, сакайне татах кĕрсе кайса, пур кĕтессене çапса шăлса тухать. Хăй сăмахне çапла калат: çакă килтен сире хăвса каларатăп; часрах тухса кайăр, тесе. Татах çӳле, пӳрте, тухсан та, пур кĕтессейрен çапса çӳрет. Çапла çапса пĕтерсен, йĕплĕ-хуллине тула илсе тухса, татах хуçи хуралтне уçса, çапла çапса шăлса пĕтерет юмăçĕ. Вара унтан, хуралчĕсене пĕтерсен, кил-картишне шăлан пекки тăвать. Çавă мĕн тĕттĕм çĕре çĕрĕпех тасатать! Унтан вара йĕплĕ-хуллине хапхаран тулашĕ енеле пăрахать тăкма кайиччен. Çапла вара юмăçĕпе хуçи пӳртне кĕреççĕ те, татах хатĕрлеç пĕчĕккĕ татăксем шурă тутăр, 5 тутăр татăкĕ: пĕрин çине çыхаççĕ ыраш çăнăхĕ, тата тепĕрин çине урпа çăнăхĕ, теприн çине кĕрпе, теприн çине тăвар çыхаççĕ, теприн çине пĕренĕкĕ, хур-кăвакал евĕрлĕ, çыхаççĕ, а çăвне пĕр чӳмлек катăкĕ çине илеççĕ; вара çав малтан хатĕрленисене, юсмансене, сакай çӳпписене пурне те пуçтарса пысăк тутăр çине çыхать. Вара юмăçĕ хуçине лаша кӳлме хушать; хуçи часрах йăпăр-япăр кӳлет те, хуçипе иккĕшĕ çав япаласене илсе, тата йĕплĕ хуллине те хапхан тулашĕ енчен илсе хураççĕ. Вара тăкма уя тухса каяççĕ. Çапла кайсан: пур парнепе тăкнине пĕлтерет, теççĕ, пур кил-ăшчиккинчи чир-чĕре, усала-тĕселе чипер тутлăх парнепе кăларса яраç, теççĕ. Парнесĕр тасатсан: выçăпа калех киле тавăрнать, тет юмăçĕ. Çапла вара тасатса пĕтерсе тавăрнсан, юмăçне хуçи татах питĕ ĕçтерсе ӳсĕртет те, леçсе хăварать киле. Ст. Чек. Тасатни тени — кĕл-туса çини. Сред. Юм. Тӳркиллие тасатса панă (дал жертву духу). || Уничтожать. Хăр. Паль. 11. || Шарккуне те пĕр самантра тасатса хучĕ (все сьел). || Украсть. Альш. Укçине те пăхат — укçине тасатнă-кайнă (украдены), тет. || Убрать (спровадить, убить кого). N. Ку япала манăн пупсене тасатма пултарĕ вĕт. Ведь этот субъект сможет убрать (спровадить) убитых мною попов. (Из сказки). || Регули 1366. Мана тасатсах исе карĕç. Синерь. Нӳхрепре пĕтĕм этем кĕлетки вакласа тасатса хунă, тет.

те

(тэ), говорить. Панклеи. Мĕн тетĕн? Что ты говоришь? N. Мĕн терĕ? Что он сказал? Регули 466. Мĕн темеççĕ çынсам! Чего не скажут люди! (т. е. они могут сказать все, многое, их не переслушаешь). N. Ивана мăшкăлласа кулнăшăн, акă мĕн тенĕ. || Вводит прямую речь, как русское „говорить“. N. Каларĕ, тейĕн ак! Вот ты сам убедишься, что я сказал (правду). N. Вилеп, тесех тăрать. Все твердит: „умрет“. N. Эсĕ ан мантăр, тесе. Ст. Шумат. Эсĕ тăват уралă, эпĕ икĕ уралă, тет,— хăшĕ те хăшĕ валтан анĕ (кто из нас раньше сойдет)? тет. Ал. цв. 20. Эсĕ паян ешĕл йывăç пахчине пырса туратсем, чечексем, çулçăсем карнă ху юратнă хушша кĕрсе лар та, акă çапла кала: шанчăклă чурам, калаç-ха манпала, те (скажи), тет. Сред. Юм. Хай ача: эсĕ ман аппа пôлан-çке, эпĕ сан шăлну вит, тесе ячĕ (воскликнул), тет. || Весьма часто вводит предложения, соответствующие русской косвенной речи; при этом вводному предложению нередко предшествуют глаголы думания, говорения и вещания, а глагол „те“ ставится после него. Подлежащее вводного предложения часто заменяется вин. падежом, а самое построение вводного предложения нередко частично изменяется в сторону косвенной речи. Шурăм-п. Тутлă шăршă кĕрет: ăçта та пулин пыл пур, темелле (подумаешь, что...). Регули 476. Поплеççĕ: вăл килмест, тесе (или: вăл килмест, теççĕ). Гаворят, что он не придет. Ib. 1481. Эп пирĕн тесе (или: тесе те, т. е. подумал), пирĕн полмарĕç. Эп пирĕн, терĕм, пирĕнех полчĕç (оказались нашими). Ib. 471. Эп çĕмĕрнĕ, тесе, ятлать. Бранит меня, как будто я разбил. N. Санпа тавлашма тытăнĕ, тетĕн-и, эсĕ ăна? Неужели ты думаешь, что он выступит с тобою в состязание? Ал. цв. 20—21. Эсĕ мана хăвăн сассупа хăратăп, тесе, ан шиклен. Не бойся, что ты испугаешь меня своим голосом. Истор. Вырăссен çарĕ чакма чарăннă, тенине илтсен, хрантсуссем те пит савăннă. N. Эсĕ килет поль, тесе (думая, что ты идешь), алăк уçма тухрăм та, эсĕ пулмарăн? Трень-к. Эп (эпир) пурт çинчен ан антăр, тесе, посмине илчĕç. Они убрали лестницу, чтобы я (мы) не мог (не могли) слезть с крыши. N. Пире... сирĕн пата: пĕрле пурăнар, тесе, калаçса килĕшме ячĕç, пире хăвăр тусăрсемпе, юлташăрсемпе пĕрле çырса хуччăр, тесе, йăлăнма ячĕç, тенĕ. Послали нас к вам, чтобы заключить с вами союз и мир, и чтобы вы вписали нас в число соратников и друзей ваших. Регули 477. Эп паллимарăм, те. Скажи, что ты не узнал. N. Вĕсем мана: çырла ан туптăр, тесе (чтобы я не нашел ягод), кунта исе килнĕ. N. Вĕсем: эпĕ çырла тупам мар, тесе, мана кунта илсе килнĕ. (Странная конструкция, по смыслу с пред. совпадающая). N. Салам кала, тата: тав тăвать сана кĕнекешĕн, те. Передай ему поклон и скажи, что я благодарго его за книгу. N. Кашнийĕ вĕсем (каждый из них) мĕн пысăкăшĕ, мĕн аслăшĕ, вĕсене пурне те вырнаçтарса тăма мĕн чухлĕ вырăн кирлĕ? тетĕн. Регули 472. Эп: вăл, терĕм,— вăл мар, терĕ. Я сказал, что это он, а он сказал, что это не он. Н. Чукалы. Атя чултан шыв кăларар! — Якуркка калат: атя! кăлараймăп, терĕн-ем? Юрĕ кăларса пăхăпăр, чим, кăштă каяр-халь. Регули 473. Эп: кирлĕ мар полĕ, тесе. Я думал, что, вероятно, не надо. Ib. 475. Эп шокшларăм (= шухăшларăм): вăл, тесе. Я думаль что (это) он. Ib. 1447. Эп она: пĕлтĕр, тесе (чтобы он знал), йори каларăм. [Эту фразу можно понять и иначе: „я сказал ему ложно, что (это было) в прошлом годе“]. Кан. Уçсан та (окно): кантăка çĕмĕрмесĕр хупатăп, темелли çук. Нельзя быть уверенным, что затворишь его, не разбив стекла. НТЧ. Хай Елекка виçĕ кунтан: пуç ыратать, тее пуçларĕ. Кан. Çитрĕ, карчăк, пурнăç? теейсе юлтăм. Капк. Атте, мана валли кĕнеке илме сан укçа çук, тетĕн? Урмай. Лешĕ калать, тет: çичĕ куçĕ те çывăрса кайнă, терĕ, тет (у меня). Юрк. Мĕн çинчен? тесе ыйтат чăвашĕ те. Кн. для чт. 10. Усал çынна çыпçăнсан: ырă çул çинче, тесе, ан кала. N. Вĕсем сан çинчен: пусмăрлать, тесе, тата тепĕре каласан: эпир хамăра тивĕçлине тăвăпăр: санпа тинĕс çинче те, çĕр çинче те вăрçăпăр, тесе, çырса ятăмăр. Мы написали ему так... если они еще обратятся с жалобою на тебя, то мы окажем им справедливость и будем воевать против тебя на море и на суше. Якейк. Эпĕ Хосана килет, тенине илтсен, вăлсам пит савăннă. Услышав, что я (ты, он, мы, вы, они) приеду (-ешь, -ем, -ете, -ут) в Казань, они очень обрадовались. (Отметьте здесь употребление глагола З-го лица ед. ч. при подлежащем во всех лицах и числах). N. Эсĕ калан мана: сана çавраймарăм, тен. Ты говоришь, что я тебя не сумел свертеть (т. е. увлечь; замечательная косвенная речь). КС. Платон: сана кăçал килмеçт вăл, терĕ. Платон сказал, что ты в этом году не приедешь. СТИК. Эпĕ кăна, эсĕ кайтăр тесе (чтобы ты ушел или уехал), турăм. Эпĕ ку япалана, эсĕр кайтăр тесе (чтобы вы ушли или уехали), турăм. Регули 718. Вăл манран итрĕ: пичĕш килет-и? тесе (придет ли его старший брат, т, е. брат спрашивающего или брат другого человека; смысл двоякий). Якейк. Эп сан пата мĕн тума пытăм поль, тен? Как ты думаешь, зачем я к тебе приходил? N. Эсĕ, Анна, мана (про меня): карточка теме ямас у ман пата, тесе калат, тет. Про тебя, Анна, говорят, что ты говоришь, что я почему-то не посылаю тебе своей фотографической карточки. Альш. Эсĕ çывăраттăр, тесе (думая, что ты спишь), кĕмерĕм эпĕ. Сана: çывăрат, терĕç те (сказали, что ты спишь), кĕмерĕм вара эпĕ. || В З-ем л. ед., а иногда и мн. числе, употребл. в смысле русского безличного оборота: „говорят“. Альш. Пурăнсан-пурăнсан, вăл ăвăсĕсене пĕри каснă, теççĕ, хăшне-хăшне; унтан вара суккăр пулнă, тет-и, мĕн-и (говерят, что-ли)? Ib. Çилĕмсем çаклансан, ĕçерсе яма анакансем (в воду) пулнă, тет-и-мĕн те, çавсем калаççĕ, тет. Изамб. Т. Энтрипе арăмне уйăрса кăларнă, темест-и? — çапла, тет, çав. N. Ăна вилнĕ темери? Не говорили-ли, что он умер? Регули 478. Поплеççĕ: вăл килмеçт, тет? Говорят, что он не приедет. (Здесь странное соединение мн. ч. с ед.). || Называть. N. Çакна чăвашла мĕн (как) теççĕ-ха? Ăна кунтăк теççĕ. СПВВ. НН. Малтан пыракан тесе укçана калаççĕ. Çавна илесчĕ те, малтан пыраканни çук тени — çавна илесчĕ те, укçа çук тенĕ сăмах пулат (означает). || Думать, предполагать, хотеть, желать (ставится с прич. буд. вр.). N. Антон (Антун) каларĕ вара: Захар (Сахар), епле топас тетĕн утсене? терĕ. Юрк. Эпĕ ĕлĕк те авланас теместĕмччĕ, ун чухне те пĕр шуйттанĕ хĕтĕртнипе анчах авланса ямарăм-и? тет. М. Яльч. † Пĕчĕккĕ лаша, турă лаша, кăçалхи çул кӳлес теменччĕ; ай-хай пуçăм, çамрăк пуçăм, кăçал çул каяс теменччĕ. Регули 556. Ярас тетĕп. Хочу (сообщить) послать. Ib. 559. Эп каяс темĕп он чох. Я тогда откажусь (не захочу) итти (ехать). Якейк. Килес мар тесеччĕ эп паян. Я сегодня не хотел было приходить. Ib. Ăна корасах теттĕмччĕ, коримарăм. Ăна корасах тенĕччĕ, коримарăм. Ăна корапах тесеччĕ, коримарăм. Ăна корас тесех килсеччĕ, коримарăм. Ib. Эп тăвас тенĕ пек полчĕ; эп шохăшланă пак полчĕ (как я желал, так и случилось). Регули 1519. Вăл пĕтерес терĕ те, пĕтеримарĕ (пĕтерчĕ). Сред. Юм. Онпа çитмес тăта, ôна та сотас тет, мĕн ĕнтĕ. Этого не достаточно, еще и это хочет уже продать. || Решать. Якейк. Эп конта йолас терĕм уш (решил уж остаться здесь). ГТТ. Эпĕ: хама тӳрре кăларам, темерĕм çав ĕнтĕ. Я решил не защищаться. || Обещать. Регули 1482. Эс ĕнер килес терĕн те (или: терĕн), килмерĕн. Эп килес терĕм те, килтĕм. Ib. 1520. Вăл мана курас терĕ те, курчĕ. || Употребл. во многих чувашизмах. N. Мorbus тени чир тени пулать. Слово morbus означает болезнь. Альш. „Пулуштух“ тессине „палăштух“ теççĕ. Вместо „пулуштух“ они говорят „палăштух“. Чт. по пчел. № 17. Хурт йĕрки тесе эпĕ „пчеловодство“ тессине калатăп. Термином „хурт йĕрки“ я перевожу слово „пчеловодство“. ТХКА. Эпир, эсир,— теççĕ анатрисем. Сăмаха вир-ял пупленешкел эпир тессине эпĕр, эсир тессине эсĕр, тесе çырма эпĕ шутлатăп та ĕнтĕ. Я. Турх. Ывăл тессине „ул“, анне тессине „апи“ теççĕ. Юрк. Вырăсла тесен, вырăсла мар, чăвашла тесен, чăвашла мар. По-русски — не по-руски, по-чувашски — не по-чувашски, т. е. не разберешь как, не поймешь на какой лад. Шурăм-п. Чăнах та пирĕн паталла, çын тесен, çын мар, упа тесен, упа мар, лап-лап пусса утса килет. Ал. цв. 6. Пӳрт тесен, пӳрт мар, çурт тесен, çурт мар (не то изба, не то дом). Юрк. Илемлĕ темелĕх те пур. Можно сказать, что она и красива. N. Хальхи куланай (подати) куланай темелĕх те çук (т. е. очень малы). Ромс. 30. Ĕçлес тесе (усердно) ĕçлеççĕ. Якейк. Йăван тесе Йăван çынтан кулать! Даже Иван (уж нащто Иван), и тот смеется. N. Пăва тесен, Пăва та пирĕн хуларан илемлĕрех. Уж нашто (на что) Буинск, и тот красивее нашего города. Т. VII. Шухăшларĕ, шухăшларĕ, тет те: пырăм, хăшне çиессӳ килет — пылĕ те, çăвĕ те, ашĕ те, сĕчĕ те, хăйми те — мĕн тенĕ вăл пур (есть все, что хочешь), кала, терĕ, тет. Толст. Бухар патшалăхĕнче мĕн тени вăл пур (есть все, чего хочешь). Орау. Вăт пирĕн Якур, ĕçлет тесен ĕçлет! (работает так работает; уж действительно работает). N. Чухăн хресчен пурăнăçĕ тесен (если говорить о бедняцкой крестьянской жизни), пит лайăххи, матурри сахал вара: пĕрин лаши çук, тепĕрин плукĕ, сухи-сӳри çук. Байгул. Нумай пулать, тет-и, сахал пулать, тет-и (через сколько-то времени), çаксен пӳрт тăррине пĕр хуп-хура кайăк пырса ларнă, тет. Орау. Çывăрса тăранимарăм тетĕн паян! Как ты говоришь, что ты сегодня не выспался? Юрк. Ыран калăм-кун тесен (накануне) чустасем лартаççĕ. ЧС. Пĕр çула (летом), çимĕк çитесси виç кун тенĕ чух (за З дня до семика). Ст. Яха-к. Çăварни пĕр эрне тенĕ чухне (за неделю до масляницы) çынсем сăра тума пуçлаççĕ. СТИК. Мункун тесен иккĕмĕш кун, в пятницу страстной недели. Ib. Раштав тесен виççĕмĕш кун, за три дня до рождества. N. Çапла вăсем мункун пĕр эрне тенĕ чухнех (за неделю) тем пек сĕреншĕн хатĕрленсе, ăна чунтан-вартан кĕтсе тăраççĕ. Яжутк. Ах, килемей! Эпĕ килемей тесен, килемей тесе калăп, кукамай тесен, кукамай тесе калăп (тархаслани). N. Çак ыйтнă кĕнекесемшĕн укçа тесен (если потребуются деньги) укçа та ярăттăмччĕ.

ту

(ту), гора; возвышение, холм. N. Тусем çинче юр выртать. Хурамал. Ту çийĕ, ту çамки, ту пичĕ, ту арки. Чотай. † Ай ту, ай ту, ай ту çинче ал-армань; çил ту, çил ту, çил ту çинче çил-армань. Сĕт-к. Чоллă ту айккинче, на скате каменной грры. || Гора для катанья. Тойси Б. Ярăнаççĕ ту çинчен. || Верховье. Панклеи. Выртсан-выртсан, тура пĕр сасă, анатра тепĕр сасă илтет (слышит голос). Регули 1486. Ялтан тура та, анатра та кимĕсем тăраççĕ. Шемшер. † Туран анать шур парохот. || Высокая часть селения. N. Валтанхи ача хырăмра чох, эпĕр туран куçса анса лартăмăр. || Запад. Козм. Туран, с запада. Янтик. † Анатран хĕвел тухать-çке, тăва кайса ларать-çке. ПВЧ 99. Кваккăн-кваккăн пĕлт хăпарать, ту енелле солăнать. || В удвоении означает — гористый. Турх. Сиввĕн-сиввĕн çил вĕрет, çырма шыва сивĕтнĕ. [„Çырма-шыв“ означает ширину, количество; ту-ту (вырăн), гористый, лап-лап низменный]. || Верхняя часть (селения). Ачач З9. Саньккасем Тимушсем пурнакан урам тăваткалĕн ту енче, сылтăм кĕтессинче пурăнаççĕ.

туртăн

, тортăн, (турды̆м, торды̆н), тянуться, тяготеть, стремиться. N. Малалла туртăна пуçларĕ. Никит. † Тĕклĕ ураллă тăмани, туртăнать-туртăнать — чăхсем патне çитеймест. Курм. Тортăнса хопарчĕ, потянулся руками (напр., гимнаст). Слеп. Туртăнса сӳлет (тяжело). Лап-к. Вăл, тортăнсан-тортăнсан, вĕçсе тухса кайрĕ. Полтава 116. Вăрçа пăхать савăнса, чунтан вăрçа туртăнса (стремится). Ир. Сывл. 9. Пурте туртăнаççĕ кĕввĕме. N. Шăни туртăнчĕ-туртăнчĕ, ниепле те ĕçĕрнсе каяймарĕ. Муха трепыхалась, но не могла отстать от бумаги. Изамб. Т. Пирĕн йытă вите еннелле туртăнса вĕрет. Тайба Б. † Кăвак лаша тăрат карăнса, тилкеписем тăрат туртăнса, йĕслĕ йĕвенсем те пуçĕнче, вуник урлă кутлăх çийĕнче. N. Чунăм пĕтĕмпе хавасланса кайрĕ. N. Ун чухне çавăнпа та шкул енне туртăнакан сахал пулнă. Кан. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕнех çутталла туртăнаççĕ. Изамб. Т. Ун чухне пуяннисем юрлăсене ыраш кивçен пама туртăнман. || Упираться, упрямиться, ломаться. КС. Туртăнса тăрать (не решается). N. Ăна пулăшасран туртăнса ан тăр. N. Эсĕ мĕн чухлĕ туртăнса тăратăн, çавăн чухлĕ вăл сана тимлесе йыхăрать. СТИК. Аслă акăшне калама параççĕ (дудку), тет, илмест, тет, туртăнат, тет. N. Чĕлхĕне вĕренмесĕр туртăнса тăрас(си) çук. Чем люди живы. Михала туртăнса-туса тăман, улпут таварне илсе сĕтел çине сарса хунă та, хутласа каса пуçланă. Кайсар. Вăл калаçĕччĕ те, ваттинчен туртăнат. || Отступать. N. Эпĕ: атте мар пулĕ ку, çынсем ашшĕсем пекте тумланман, тесе шухăшласа каялла туртăнма пуçларăм. || Худеть. СТИК. Çын ĕçпе мар, хуйхăпа пит хытă туртăнат. КС. Лаша туртăнчĕ (похудела несколько от сильной работы). Ст. Чек. Туртăннă = начарланнă, похудел. Сред. Юм. Лаша тортăнчĕ, сăхăнчĕ (похудел). Якейк. † Туйăран туйя çӳресе тор лаши та тортăнчĕ, çӳрен лаши та çухелчĕ. Чума. Пичĕ-куçĕ туртăнса шап-шурă пулса, тем тĕрлĕ йывăр хуйăха ӳкнĕ çыннăн пек пулать. О сохр. здор. Акă лаша та, инçе çултан килсен, туртăнать (худеет). Яргуньк. Ати пачĕ кăвак лаша, савса паман япали кӳлнĕ-кӳлмен туртăнчĕ. || Падать (о волосах). Байгул. Çӳç туртăнсан, çын çиет, тет. (Поговорка). || Заволакиваться. Чув. пр. о пог. 168. Туртăнать (тонкие белые полосы, будто натянутые поперек небесного свода). || Куриться. Орау. Чĕлĕмĕ туртăнмасть, питĕрĕнсе ларнă (не курится).

тӳрмен

неотёсанный, резкий, грубый. Изамб. Т. Пĕр-пĕр çын çынсем калаçнă чухне е кулмалла, е кирлĕ мар япала çинчен лап (вдруг) каласа хурат (ляпнет глупость), ăна вара тӳрмен чĕлхе теççĕ. Н. Карм.. † Хăвараймăп, тăван, сирĕн кăмăлăра пĕлнĕ-пĕлмен тӳрмен чĕлхепе. Пшкрт. Тӳрмен çын — редко говорит, неразговорчив, сидит себе. Хорачка. Тӳрмен, сояламаст çынпала, чĕнмест. || Ленивый. Хурамал. Тӳрмен (= юлхав) çынна калаççĕ: пике майри, теççĕ (= аслă çын арăмĕ). || Непокладистый, своенравный. Трхбл. || Упрямый, негодный. Трхбл. Тӳрмен çын, упрямый, негодный человек.

тăрнтăрликле

назв. игры. Çĕн-Кипек. Тăрнтăрликле выляс тиекенсем пĕр патак çинче шăпа яраççĕ. Çав шăпа йĕркипе вара черетĕн-черетĕн выляççĕ. Вăййине ак çапла выляççĕ: черет йĕркипе первай пĕр ачи тухать те, тăрнтăрлик патаккнне: тăрнтăрлик чаках тăрн, тесе, çӳлелле ута-ута ярать. Вăл пеннпе тăрнтăрлик çĕре пĕре те лап ӳкмесĕр, çĕр çине миçе тăрнса ларать, лешсем çавăн чул пĕр туя çине картса хураççĕ. Унтан черетпе тепри тухать. Çавăн пек черетпе пурте выляса пĕтиччен выляççĕ. Тата перваях кашни миçе тăрнтармаллине калаçса хураççĕ. Юлашкинчен кам миçе тăрнтарнине шутлаççĕ. Кам сахал тăрнтарнă, çавна ак мĕн тума хушаççĕ: çĕре пĕр пĕчик патака, така хурань тесе, çапса кӳртеççĕ те, шăлпа туртса кăларма хушаççĕ. Шăлпа çав патака туртса кăларсан, вăл витрех çав патакпа аяккалла вĕçет. Ун хыççăн ыттисем те. Хытă чупса пынă чухне вăл çав патака утса ярса хăварать. Ун хыççăн чупса пыракансем вара çав патака шырамах тапратаççĕ. Шыраса тупсан, каяллах исе пырса, тата аяларах çапса яраççĕ. Вăл каяллах туртса кăларать те, каяллах çампек кайса çухатать. Каяллах çухатимасан, татах (виççĕмĕш хутчен) йăвăртарах туса параççĕ. Çапла вара вăййн пĕтет.

хып

(хып), брать в рот, хватать, схватывать. N. Çăвара чĕлĕм хыпса. N. Чĕлĕмне пĕр енне хыпнă. П. Патт. 2З. Эсир (кăвакалсем) çăварăрсемпе патака иккĕн икĕ вĕçĕнчен хыпса пырăр. Орау. Шăнкăрч çăварне темскер хыпса килчĕ. Юрк. Çăварăма пĕр пăрçа анчах хыпсаттăм, шăлсем çук пирки çăварта пăртак шӳтĕрсе çемçетсен çийĕп, тесеттĕм, вăл та пулин çăвартан тухса ӳкрĕ. Буинск. Ача ĕмеймес, хыпаймас. Çутт. 26. Аллине çăвара хыпса çӳремест. N. Амăшĕ ăна, çăварĕпе хыпса, карташне илсе тухнă. Лап-к. Шалта пĕр çăртан çăмартине хыпнă çăварне. Юрк. Шап-шурă мĕн, шурă кайăк çурисем чечек пуçне хыпса выляççĕ. О сохр. здор. Ыратнипе тапкаланать, йăнăшать, çăварне тăпра хыпа-хыпа илет. К.-Кушки. † Пĕрчĕ, пĕрчĕ юр çăвать, хыпса юлăр ачисем. Çутт. 157. Икĕ йĕп-тăррине пулă тытса хыпнă, иккĕшне шапа хыпнă. Н. Лебеж. Çисе яма кашкăр мар, хыпса çăтма упа мар. Чаду-к. Вăл килсенех пире пӳрчĕ-мĕнпех хыпса ярать. С.-Устье. Акар йăттийĕ татса хыпах çиса ячĕ (разорвала ее), тет. А.-п. й. 57. Чее тилĕ йăвана кап! анчах хыпса çăтрĕ. || Есть, кушать. КС. Значение хып зависит от кушанья и тона: или значит кушай или жри. ПТТ. Унта вара пысăккисем çăмартасене валеçсе параççĕ. Ачасем кĕлĕ-мĕн тумаççĕ, парсассăнах курак пек тӳрех хыпса яраççĕ. (Сĕрен). Б. Олг. Хыпат, тет, тăранимест, тет, кормани эс мĕн-и тет, капла çăтасшăн, тет. Сред. Юм. Хыпса яр çав татăка. Съешь этот кусок. Хăр. Паль. 12. Ăна та (çăкăр татăкне) хыпса янă. Йӳç. такăнт. Т. Ларăр хыпма, йĕпе сăмсасем. Актай. Чавсан-чавсан, ку вилнĕ çынна кăларчĕ, тет те, хыпса ячĕ, тет. || Клевать (о птице, о рыбе). Янтик. † Шĕлещен кайăк чĕппи мĕн çиет? Тулă пĕрчи хыпать, сĕт сыпать; пирĕн аппа-йысна мĕн çиет? Кулаçне хыпать, пыл сыпать. Хурамал. Пулă хыпать-и? Клюет ли рыба? Б. Олг. Ан кăчкăр, полă хыпат, кăчкăрса ан ворăр! Альш. Пĕр-пĕр хыпакан тĕлĕрех (где рыба клюет) пырса ларать те, ларать кунĕпе çавăнта турта-турта кăларса. Байгул. Шур Атăла вăлта ятăм, вăлта Ятăм, хыпмарĕ. || В перен. значении (заливать берега). Йем.-Таяпи. Çырмара шыв нумай, çыранне хыпса тăрать (как бы держит в губах, т. е. захватывает берега, и их не видно. || Хĕн-хур. Итле мана, Якку: ырантан вара хамăр патăмра Анушăн тĕсне ан курам! Мĕн хыпма илсе килтĕн эсĕ ăна? (на что, к чему). N. Мĕн тума килнĕ вăл кунта? — Хыпма килнĕ! (сдуру). ГТТ. çта хыпатăн? Куда ты торопишься? (в еде). Орау. Мĕн хыпса каям эп унта? Сятра. Мĕн хыпса ларатăн? Что ты тут торчишь?

Хорăн Олкаш

назв. дер. Березовые Олгаши. См. Хорăнлă Олкаш. N. Хорăн Олкаш = Лап Олкаш.

кăрсак

(кы̆рзак?), пузо (с тат.) Альш. Орау. Пĕчĕк ачасене: ха, кăрсаккине тултарнă! теççĕ. Ib. Ха, кăрсакки! тесе, мăн хырăмлăрах ачана хырăмĕнчен лап-лап-лап! çапаççĕ.

тĕмелен

стать кочковатым, бугристым, расположиться буграми. Батыр. Çуркунне çул çинчи юр час каймасăр тĕмеленсе юлсан, урпа пулат, теççĕ. Альш. Елекка пахчи (лес) вăл тепле лап варринче тĕмеленсерех ларать. Ib. Сĕвепе Атăл хутлăхĕнче ялан та çӳлĕ сăрт пырать тĕмеленсе. N. Тепĕр çул пăхатăн, вăл вырăнта йăлт хăйăр тĕмеленсе кайнă.

тĕп тимĕр

сошник. Яргуньк. У сохи бывает тĕп тимĕр (лап выртаканĕ) и шăрт тимĕр.

чалтăр

подр. брызгу воды. Изамб. Т. Чалтăр-чалтăр шыв сирпĕнет (летят брызги). КС. Шыв чалтăрах сирпĕнчĕ (сильно, быстро). Сред. Юм. Шыва патакпа çапсассăн шыв чалтăрр сирпĕнет. Чăв. й. пур. 5°. Çынпа калаçнă чух, сурчăкĕ чалтăр-чалтăр сирпĕнет. || Рак. Лап турăм та, чалтăр турĕ. (Чӳрече çĕмĕрĕлни). || СТИК. Сăнчăрĕ чалтăр туса пырать (сăнчăрпа тăлланă ристантăн). Ib. Укçа ывçипе илчĕ те, чалтăрр тутарса ячĕ (рассыпал). || Сред. Юм. Хăйăра чалтăрр сапса яраççĕ. (Чалтăрр не означает при этом звук, а показывает, как сыплется песок). || КС. Куçа турат перĕнчĕ те, куçран чалтăрах вут тухса карĕ.

чечек

цветок. Пазух. 9. † Ан яр утна пахчана, чечек тăрне ан таттăр. Ал. цв. 10. Чечекрен ырă шăршă пĕтĕм пахчана, шыв юхса сарăлнă пек, сарăлса тăнă. N. Ăçта чечек, унта пил пулать, теççĕ. Где цветок, там и медок. И. Тукт. † Пахчари чечек, сарăях çеçке, кĕрхи сивĕпе шанса кайрĕ-çке. Образцы 1. † Кăвак чечек тăррисем — вĕт улача тĕррисем. Ib. 13. † Тарăн варти квак чечек, хĕвел курмасть, çил вĕрмест. Ib. 13. † Аслă çулăн хĕррипе кăвак чечек, çулаймарăм чечекĕ тăканиччен. Ib. 4. † Елшел урам аслă урам, ик аякки сар чечек, сар чечекре сар кайăк. Пазух. 14. † Утма ятăм пахчана сарă чечек суйлама. Хĕр. йĕрри. Вĕл-вĕл чечек, вĕл чечек, вĕлле çинче сар чечек, чечек вĕçсе кайсассăн вĕлле илемĕ каять-çке. Ал. цв. 9. Сасартăк вăл пĕчĕкçĕ ем-ешĕл тĕме çинче ĕмĕр курман, ĕмĕр илтмен, юмахра калама çук, хут çине çырса ӳкерме çук, илемлĕ хĕрлĕ чечек ларнине курах каять. Образцы 11. † Çӳлĕ тăвăн хыçĕнче арпус чечек юр пекех. Ib. 15. † Сикрĕм антăм пахчана мăкăнь чечек татмашкăн. Хĕр йĕрри. Сикрĕм каçрăм пахчана, мăкăнь чечек пулĕ тесе, мăкăнь чечек пулмарĕ. N. Улма йывăççи чечекне тăкнă. Баран. 101. Мăкăнь чечекре чух, ăна çĕртен туртса кăлар-ха. N. Манăн савăнăç чечек вăхăчĕ иртрĕ. Г. А. Отрыв. Улма чечекрен тăкăнсан, каять пахча илемĕ. N. Корăксам чечеке ларма пуçларĕç. Рак. Çеçен хирĕн варрине шур юр çунă, çырла çеçки чечекĕ епле-ши? Ib. Хура вăрмансене те халь пас тытнă, çĕмĕрт çеçки чечекĕ епле-ши? С. Тим. Арман чулĕ çĕкличчен лапри чечек пулас мĕн, лапран лапа çӳрес мĕн, лап илемне кӳрес мĕн. N. Улма чечек лартсассăн, килет пахча илемĕ, улма чечек лартмасан каять пахча илемĕ. Букв. 1900. Мăкăнĕн чечекĕ те пит илемлĕ, вăрри те тутлă. Шинар-п. Вăрманта çулла пур курăксем те чечек кăлараççĕ. Михайлов. Каччă ĕмĕр мĕн теттĕр вара? Пӳрт умăнчи шĕшкĕ мăйри чечек пек. || СТИК. Хĕвелçамăшăн чечекĕ, лепестки у подсолнечника. || Комнатное растение. Красноарм. Колхозниксем культурлă пурăнаççĕ. Чӳречесем çинче чечексем, килĕрен сехет, тĕкĕрсем. Рак. Чӳречисем çине чечексем лартса пĕтернĕ. || Бахрома, кисть. Золотн. N. Йĕке çине тăхăнтарнă чечек. Ст. Шаймурз. Тимĕр-кăвак лашан çилки чечек, камăн иккен савнă учĕсем. || Дама (в картах). Тайба Т.

шанкарт

то же, что шанкăрт. СТИК. Пĕр çын тимĕрпе витнĕ çурт тăрринче шанкарт-шанкарт тутарса çӳрет. Ib. Ача сак çинчен шанкарт йăванса карĕ. Ib. Вут сыппине тăратса лартнă çĕртен шанкарт йăвантарса ячĕç. Ib. Шанкарт выражает звук, когда предмет свалится и произведет смешанный звук. Если предмет плашмя, будет не шанкарт, а шап или лап, звук чистый, не смешанный.

шăлт

подр. захлопыванию двери (слабее, чем шалт). N. Алăка хăй хыççăн шăлт! хупрĕ. Слегка хлопнул дверью. Орау. Алăкне шăлт! хуппăрĕ. Притворил дверь. || Подр. стуку. Б. Олг. Коропкă эпĕ прахсартăм алăран, шăлт! терĕ. || Шорк. Пăрçа хотаççи шăлт! çорăлать. || В. Олг. Сăмсаран шăлт! шаклатрăм. N. Урипеле шăлт! турĕ. || Совершенно, совсем, как раз, точь-в-точь, точно, ровно. Баран. 97. Икĕ сехетре шăлт кăна икĕ çухрăм турăмăр. Ст. Чек. Вăл ĕç шăлт (как раз) çав уйăхра пулчĕ. Ib. Шăлт кăнтăрла тĕлĕнче акмаççĕ. Ана çине кăнтăрла тĕлĕнче çитсен, кăнтăрла сулăнасса кĕтеççĕ. Кăнтăрла тĕлĕнче аксан, тырă пулмас, тенĕ. Баран. 231. Шăлт çав вырăна лартнă. Юрк. Шăлт карта варрине пĕр çĕре шăпăрпа шăлса тасатат. С. Тим. Тăван, уйрăлатпăр, уйрăлатпăр, шăлт çурмаран улма каснă пек. Ст. Чек. Шăлт çителĕклĕ парса ячĕ. Ib. Шăлт çитрĕ. Как раз хватило. Ib. Шăлт кĕчĕ. Как раз поместилось. Ib. Шăлт тулчĕ. Как раз наполнилось. Тувси. Шăлтах пĕтрĕ. Толст. Вăл шăлтах 12 кĕрепенке тайнă. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 12. Вăл тĕрлĕ чĕрĕ япаласем хушшинчи пурăнăçа шăлт хăй майлă çавăрать. О сохр. здор. Эпир мĕнрен чирленине, епле чирленине тата епле сывă пулса пурăннине шăлтах вĕренсе пĕлеççĕ. А.-п. й. 113. Кайрĕ-кайрĕ, шăлт халтан тухрĕ. Ib. 72. Хуçа тарăхнипе шăлт ăнран каять. Ib. 84. Шăлт хĕнесе пĕтерчĕç. Ала 27. Хайхи генерал Евгения курсассăн шăлт тĕлĕнсе карĕ, тет. Ст. Чек. Шăлт ватăлса çитсен. Ир. сывл. 14. Мăшкăл мухмăрĕ шăлтах хуплатчĕ. Чĕлкаш 10. Вара çакăн хыççăн уçă сывлăш тухас пек, çĕр çинче шăлт лăпкă пулас пек туйăннă. Богдашк. Ĕнтĕ шăлт: вăрăм тумтирĕнчен ярса тытам, тесе пыратчĕ те, лап тăсăлса ӳкрĕ хуса пыраканни.

шăтăк

щель, отверстие, дыра; нора, берлога. Капк. Алăка питĕрнĕ. Ăçтан кĕме пултарĕ-ха? — Шăтакран.— Мăн чĕрчун кĕмелĕх шăтăк пулсассăн, пирĕн хваттер сивĕ пулĕччĕ. Сивĕ мар-çке! А.-п. й. 68. Кĕлет алăк айĕнчи кушак шăтăкĕнчен шăвăнса кĕчĕ, тет те, шалалла, çăвăх ырçи ăшне кĕрсе ларчĕ, тет. N. Ман кутăм çап-çутă. (Кĕмĕл шăтăкĕ). N. Кăмака шăтăкĕ, печурка. Орау. Манăн халь те пыр шăтăкĕ тулчĕ ĕнтĕ, урăх анмасть. Мне уж в глотку не лезет. N. Çанă шăтăкĕ, пройма. N. Вал шăтăкĕ, вĕрен шăтăкĕсем, вĕт кĕрпе шăтăкĕ, кĕрпе сăмсипе хывăх шăтăкĕ, кĕрпе çăнăхĕ шăтăкĕ, кĕрпе шăтăкĕсем, çил шăтăкĕ, çу ямалли шăтăк, вăта çĕрти чул шăтăкĕ, хывăх шăтăк, шултăра кĕрпе шăтăк — кашта шăтăкĕ, шăрт шăтăкĕ. Якейк. Çĕлен шăтăка çимен конче кĕрет. Оп. ис. ч. 1. Ку шăтăк çĕлен пурăнаканскерех-ха. Это, смотри, змеиная нора. А.-п. й. 61. Çĕлен-калтасем, ниçта кайса кĕреймесĕр, ăçта шăтăк пур, çавăнта кĕре-кĕре пытанаççĕ. Ib. 14. Акă пĕррехинче вăл хăй шăтăкĕнчен тухрĕ те, кама та пулин хирĕç пулмăп-и-ха тесе, вăрманпала утса çӳрет. Ib. 19. Ула йытă малтанах хăйĕн çĕвĕ тусне упа шăтăкĕ патне ертсе кайрĕ. Лап-к. Çитсен кашкăр шăтăк турĕ, тет, сат картине. А.-п. й. 34. Аякрах та мар пыракан тилĕ вăшт! анчах чăмать пĕр шăтăка. Ib. Пăхаççĕ: сăвăр шăтăкĕ. Пуçлаççĕ хайхисем чавалама çак шăтăка. 93 çул 80. Ăна хăма çине хунă, пуçне мăй таран шăтăк ăшне чикнĕ. Могонин. Çырмасене, шывсене, шăтăксене, тăвайккисене усал илнĕ. N. Витĕр-витĕр темиçе шатăк пулса пĕтрĕ. Янтик. Шăтăк аяла аннăçеммĕн тăвăрланать, çӳлелле ухнăçеммĕн (= улăхнă çемĕн) аслăланать. П.-Пинерь. Шухăшламасăр: тарăн шăтăка тухăп, тесе, ан сик. Н. Лебеж. Шалçине лартрăм, шăтăкне туртса илтĕм. (Загадка). N. Çӳлте те шăтăк, тĕпĕнче те шăтăк, варринче вут. (Сăмавар). Орау. Ку шăтăка тултарса тӳрлетĕр. Заровняйте яму. Ib. 37. Пырать пĕр хăмăр тилĕ йăпăртатса вăрманпа. Ун çулĕ çине сунарçă шăтăк алтса хунă пулнă. А.-п. и. 77. Пĕр йăвăç тĕмĕ айне пысăк шăтăк алтрĕ те, арчана тĕртсе йăвантарса ячĕ. Выкопал яму под одним деревом и скатил в нее сундук с нуждой. Орау. Нушникĕн шăтăкĕ питĕрĕннĕ те, çӳлтен юхса анакан шыв аялти хутри хăваттирсене тухса пĕтĕмпе шыва янă. || Могила. ТХКА 73. Анне мана: ачам, эпĕ вилеп, ман шăтăк çинчи тăпрана пырса тӳрлет вара эсĕ, тет. КВИ. Вилнисене пуçтарчĕç. Шăтăк чавма тытăнчĕç. В. Олг. Шăтăк алтма каятăп. ЧС. Çутăлсан вара хăшне шăтăк алтма ячĕç, хăшĕ тупăк тума тытăнчĕç. || „Преисподняя“. Кан. Шăтăк тĕпне анса каях хăвăн кавалериюпа. В. Олг. Таста шăтăкра порăнат вăл. N. Укçасăр манăн çта шăтăка каяс-и? Ск. и пред. чув. 46. Ăçта шăтăка тарчĕ Микита. Юрк. Пĕчĕкçĕ кăна пуркăм пурччĕ, илсе кĕрсен акă çакăнта хурсаттăм, таçта шăтăка çухалчĕ. || N. Малти шăтăк. || Ямочки при игре в шар. СТИК. || СТИК. Ку укçа шăтăксене саплама та сахал, эсĕ пуйрăн тесе тăратăн. Шăтăка саплас тени парăма тӳлес тени пулать. || Дырявый. Каша. Шăтăк-шăтăк шăналăк, шăна кĕмин — лайăхчĕ. ЧП. Шăтăк кимĕ килет. Юрк. Çĕнĕ сăмавара шăтăк сăмавар тетĕн, ак кунтан тултар. Ск. и пред. чув. 77. Каларĕ вăл еррипе карчăк енне çаврăнса: çамки шăтăк — хупăнмĕ, чĕри татăк — сыпăнмĕ. || Переносно — с изъяном, глуповат. N. Он тăрри шăтăк. Капк. Шăтăк тӳпеллисем пирĕн ĕмĕре çитеççĕ-ха. N. Унăн хăлхи шăтăк (глуховат). Ала 30. Çакă ял çулĕ шăтăклă, çул шăтăкне пĕлмерĕмĕр, хĕрĕ шăтăкне пĕлтĕмĕр. || Кружева. Начерт. 203., Шибач., Икково. КС. Шăтăк илтĕм. См. шăтăкла.

шпел

назв. птицы. Нюш-к. Шпĕл çунатне ачасене пыра пулсан çунтарса шывпа ĕçтереççĕ. Шпĕл çуначĕ çинче тĕкĕ тăрăх лап-лап шурă пур.

палаш

то же, что паллаш, знакомиться. Лап-к. Автан тус, ан ман пата, иккĕн палашăпăр. О сохр. здор. Унпа (с чесоточным) юнашар çывăрма, унăн вырăнĕ çине выртма, тумтирне тăхăнма, алă тытса палашма та юрамасть. Коракыш. Вара карчăкĕ те калаçса палашнă (опознали друг друга с мужем после разлуки).

пыр

итти, ходить. С. Тим. † Пыраттăм, пыраттăм çулпала, вуникĕ кашкăр тĕл пултăм. Чăв. й. пур. Прухха та ун патне пыма пăрахнă вара (ходить перестал к нему). Абыз. Ай ман хыçран такам пырать. СТИК. Çулпа 20 салтак пырат (но: çулпа салтаксем çирĕмĕн пыраççĕ; еще: пӳртрен виçĕ ача сиксе тухрĕç те, сиккелесе выля пуçларĕç). Якейк. Эс пырсан, эп каймалла та, эс пырасса пĕлместĕп. Я поехал бы, но не знаю, согласен ли ты на это. Кан. Пыр та çыпăç ун патне! т. е. он теперь важное лицо. N. Манăн та пырас-и? И мне итти с вами? — Ан пыр (или: пымасан та юрĕ). Юрк. Пырах та, пыр, пырах та, пыр, тенĕрен улпучĕ те: юрĕ, юрĕ, пырăп, пырăп, тет (улпучĕ, пит варлă чĕннĕрен). Ib. Миçе кун пыннине (ехали до города, где сейчас идет беседа), епле çитнине каласа кăтартаççĕ. Ib. Пĕрин аллинче нимĕч чĕлхипе (нимечле. Орау.) çырнă кĕнеке. Пырсан-пырсан, иккĕш те çав кĕнекене вуласа пăхсан, тĕлĕнсе калаçса пыра пуçлаççĕ. Орау. Кĕперпе пынă чухне. Когда я шел (сюда или туда) по мосту. Ib. Тинĕс хĕрринчи ялсене карапсемпе пырса тупăсемпе пере-пере кайнă (или: пыра-пыра персе кайнă). Ib. Пырсан-пырсан, малта таçта хăй çути курна-курна каять. Сёт-к. Самай кĕтӳвĕ тохса кайнă чохне хамăр ĕнесене пырса ертсе ятăм. Ст. Чек. Кăмака умнелле те пыра пуçларĕ (стала стряпать). Т. VII. Çук, çук пымастăп (с тобою). Ib. Ик çын вăрманта пыраççĕ, тет: пĕри кайра, тепри малта, тет. ППТ. Айтăр, эсир пыратра? эпир каятпăр. N. Пырсан-пырсан, пĕр шыв хĕррине çитрĕ, тет (в другом месте: кайсан-кайсан, пĕр шыв хĕррине çитрĕ, тет). Сред. Юм. Пырса та ан шăршлан. И не подходи, все равно не получишь. Регули 1429. Пымассеренех вăл мана паратчĕ. Ib. 309. Эп пыраттăмччĕ те, ерĕçмерĕм. Ib. 137. Вăл пынине пĕлес çок эс. Ib. 84. Вăл пырасса пĕлес çок. Ib. 344. Эп корса, эс пыриччен тытса. Ib. 322. Эп пырсаттăмччĕ он чох, сирĕн никам та, килте çокчĕ. Ib. 593. Пыракан (пырса) онта çынсам темче хут. Ib. 399. Эп онта пырса паян. Абаш. Лаша пит аван пырать. Орау. Лаша тĕпре пит лайăх пырать (идет). Юрк. Пыр — ступай. Ib. Мана çырса ларакан çын кирлĕ, çывăрса ларакан çын кирлĕ мар. Пыр, ман патăмран тух та кай, тет. Хурамал. Пырсан-пырсан, вăл пĕр хулана пырса кĕнĕ. Ib. Пĕри калат: пыр, эсĕ кĕр хĕр илме. N. Пыр-ха çавăнта хăвăртрах, чуп = кай-ха çавăнта хăвăртрах, чуп. Чăв. й. пур. 14. Эсĕ пыр, таврăн киле. Альш. Пыр-ха, ман сумккана исе кил-ха, тет. N. Эсĕ ман патма пыратна? Ты идешь ко мне? (Спросит человек, идущий к себе домой, знакомого, если предполагает, что тот идет к нему. Если повышение голоса не на послелоге, то это значит: «ты придешь ко мне?»). N. Нимĕçсем пирĕн çине çĕрле пычĕç (подошли к нам). N. Ну, тарçăм, виçĕ апатна та эсĕ пĕр тапхăр çирĕн, пыр ĕнтĕ, тула тухса, хытăрах ĕçле, тесе каларĕ, тет. N. Эпир унта ялпа (не ялĕпе) пытамăр. N. Пынă çемĕн пырас килет. N. Пырах сӳреççĕ. Юрк. 18. Пыр халĕ, лешне пĕр савăт илсе кил, кĕрешес уммĕн пăртак ĕçсе пăхам! (эрех илме хушат). Ib. Ку улпучĕ нумай та шухăшласа туса тăмаст: пуçа çăмăл пулат пулсан, пыр халĕ, пĕрер савăтне кӳрсе пар, тет. Кан. Ăна алăран алла çӳретеççĕ, пыни пĕр эрне çитес умĕн, вăл «Капкăн» мунчалах пулса каять вара. N. Тĕтĕм сан çинелле пырать-çке. || Поступать (о деньгах). N. Унтан ку çын патне кашни кун темĕн чухлĕ укçа пыма пуçларĕ, тет. (Из сказки). N. Çырма та ал пымас ман халĕ топă сассипе. || Находиться в том или ином возрасте. Юрк. Асли, ывăл ачам, чупса çӳрекен пулчĕ, 2 çулта та 4 уйăхра пырат. || Годиться. N. Сӳрене тиха пырат. КС. Суха-пуç пымаст (плохо пашет). N. Пыман суха-пуç пек. Беседа. Навус хырма тытăнать, кĕреçи хырнă çĕре пымасть. || Итти замуж. N. Эсĕ мана ху юратса тухса пытăн. Лашм. † Хамăр ялăн ачисем сар ача, ан авланăр — хамăр пырăпăр. ЧП. Хĕр пырать те, хăй илмес. N. Хĕрсем пымĕç (за меня). Пазух. Ют ял ачи куç хĕсет, мана пырать, тет, пулĕ; пымăп çавă эп сана, манăн савни ялта пур. ТХКА. 87. Наçтаç аки пур, суя ятне илтес çукчĕ, пырап тени хупларĕ. || Лезть. К.-Кушки. Кушак çурисем амăш патне пĕр-пĕринчен ăмăртмалла пыраççĕ. Котята наперерыв лезут к матери. Орау. Выльăхсем епле те пулсан шыв хĕрнеллех пырасшăн. Скотина лезет к воде. || Сопровождать. Бес. чув. 10. Хăш чух тата çынсен мулла хыççăн «эллах – эк-пер, эллах — эк-пер», тесе пынă сасă илтĕнкеленĕ.|| Размножаться; водиться. Орау. Хурăн хуллипе выльăха çаптарма хушмаççĕ; выльăх пымаçть, тиççĕ. Выльăх пыманни (ĕрчеменни) кил вырăнĕнчен те килет, тиççĕ. Ib. Вăсен выльăх пымаçть. Альш. Кил-çурта чавка илешсен, выльăх чĕрлĕх пырать, теççĕ. ЧС. Аттепе пĕр тăван пиче уйăрăлнăранпа пирĕн лаша пыми пулчĕ (не стали водиться лошади, падали). || Существовать, длиться, продолжаться. N. Вĕсен тĕрлĕ кирлĕ мар йăлисем халичченех пыраççĕ. ЧС. Çын çилли çакăнсан, тепĕр тавлăксăр каймасть, хăш-хăш чух виçĕ тавлăка та пырать, теççĕ. Кан. Çунасси вăтамран 80 минута пырать. Вопр. Смоленск. Уçă, çăмăл, нӳрлĕ çил вĕрсессĕн, йĕпе вăрăма пырать. Чума. Хăсса чарăнсанах, çын çăмăланнă пек пулать, анчах нумая пымасть. || Баран. 40. Хуппи (деревьев) мăкланса каять, вĕсем çинче курăк ӳсе пуçлать, çапах та йывăç кĕлетки нумайччен пырать. N. Халь пурнăç пырать. || Доставать, хватать. Изамб. Т. Пĕрре илсен, ун темиçе çула пырат. N. Çирĕп тусан, нумая пырать (надолго хватит). N. † Çаккăнта ĕçни-çини атте-анне çуртне пыминччĕ, çамрăк пуçа хĕсӳ килминччĕ. Ib. Ку укçа нуммая пымас (çитмес). N. Паян тытни (рыба) пырсан пĕр çур çула пырĕ, малашне мĕн тăвăпăр? Т. IV. Эрне кун çĕнĕ çăпата сырсан, çăпата пĕр эрнене анчах пырат, теççĕ. || Стоить, значить. N. Ах, ырă çыннăм, эсĕ апла калатăн, пирĕншен пыр иртни те тем пыратьçке. Кан. Ларса юлни пырах та пырать те, тульккĕш вăл чăвашсемпе калаçма пĕлмест... || Употребляется в качестве вспомогательного глагола. Ой-к. Сенре (= сентере) тăрăнчен шуçса пынă чух (при передвижении) алла темĕскер перĕнчĕ те, тӳнчĕ карĕ. СТИК. Тарса пынă чухне ярса илчĕç. Ib. Чупса пынă чух такăнтăм ӳкрĕм. Ib. Тарса пынă çĕртен тытнă (указывается на то, при каких именно обстоятельствах пойман). Ib. Тарса пынă çĕрте çăкăнса (= тирĕнсе, тăрăнса) аннă. Ib. Чупса пынă чухне такăнтăм та, лач! ӳкрĕм. Бес. чув. 5. Ăна пурăнăç хăех вĕрентнĕ; мĕн тăвассине, мĕнле пурăнассине пурнăç хăех кăтартса пынă. Изамб. Т. Ул хăй хытă килет, хăнчен вут тăкăнса пырат (огненное явление). Альш. † Эпир кайса пыратпăр, курса юлăр куç тулли. Н. Якушк. † Сирĕн савнă тăванăр кайса пырат, пит инçе кайиччен курса юлăр. Букв. 1908. Шывĕ тăп-тăрă пулнă. Хурсен урисем курăнса пынă. 1904. Çапла чупса пынă çемĕн эпĕ хам умра мĕн пуррине курман та, шыв лупашкине лап! кĕтĕм ӳкрĕм. Регули 9. Вире (в гору, в знач. возраста) пырать, ватăла пырать. N. Вилнĕ çынна пытарсан, пӳрт урайне, сакăсене алăк патĕнчен пуçласа тĕпелелле çуса пыраççĕ. Кожар. Эпир вăрласа кайман ăна, пирĕн пичей вăрласа пынă (украл) ăна, калама килтĕмĕр, тенĕ. N. Ун та вăл териех сарлака юхмас (вода), навуспалан пĕвелесе пынă ике енчен те (запружено). N. Шыв тумламне яка çĕрте пӳрнепе ăçталла илсе пыран, çавăнта пырать. О земл. Çав майпах çĕр ĕçĕ те ăстаран ăстана кайса пырать (все улучшается). N. Акă çуркунне сывăхарса пырать (приближается). N. Вĕсем тухни виçе уйăх иртсе пынă, анчах ниăçта та пĕр çĕр татăкĕ те çук. Пазух. Эпирех те кунтан кайса пырсан, шăпăртатса юхĕç куççульсем. Ир. Сывл. 26. Ытарма май çук кунсем таçта юлса пыраççĕ. Ib. Пĕчĕкçеççĕ кимĕсем... юлса пыраç пирĕнтен. Юрк. † Каяс вăхăтăм çитсе пырать (приближается). Ib. † Урампа маюр иртсе пырат (проходит), çта пырассине пĕлмес. N. Кайран, пурна-киле, çав Çумак шурĕнчи çĕр типсе пынă (высыхало). Торган. Рамри юр кайсах пырать (снег сходит), шывĕ те вăйлăланса пырать. Орау. Ачасем ӳссе пынă çемĕнĕн пурнăç каялла каять. (Напис. в 1907 г.). Б. Олг. Эс ман патра порăн, ойăхне виç тенкĕ тӳлесе пырăп; ман патра ан (= авăн) çапса порăн, ан пĕтериччен, виç тенкĕ хоратăп сана хак. Хурамал. Вăл салтак мĕн пур тупнă укçине ялан ĕçсе пĕтерсе пынă, тет. ЧС. Хай пирĕн тете кунсерен йывăрланса пычĕ... (все более и более расхварывался).

Полуй

назв. холма. Яргуньк. Пĕр Полуй тиекен тĕмеске вырăн çинчи пĕр лап-лапчăк, лутра хорама кутне нохрат, окçа, тата салат пăтти номай пăрахаççĕ.

ас

(ас), dissolute, libidinose, intemperate vivere coepisse; turpiter se gerere; lascivire, развратиться; безобразничать; вести распутную жизнь; шалить. Ст. Чек. Асат ухмаха ернĕ çын: юрлат, ташлат, кăшкăрат, туха-туха тарат. Сошедший с ума безобразничает: поет, пляшет, орет, выбегает (из дома). Кратк. расск. 8. Ак Содомпа Гоморра хули çыннисем пит асрĕç, темĕн тĕрле çылăха кĕчĕç. Смотрите, как жители городов Содома и Гоморры развратились и как они погрязли в грехах. Посл. 18, 4. Вĕсем çав ĕçре эсир хăйсемпе пĕрле асса çӳременрен сиртен тĕлĕнеççĕ те, çавăнпа сире хурлаççĕ те. Ст. Чек. Асаççĕ ку хĕрсем. Эти девки распутничают. Ib. Каччăсемпе аса-аса (или: алхаса-алхаса), ку хĕр пĕтĕленчĕ (забеременела). Ib. Хĕре, хĕр-арăма алхастаракан курăн парсан, вăл асат (у нее является возбуждение). Ст. Чек. Пуçĕнче асас шухăшпа (с развратными мыслями). Требн. 5029. Аскăн (лучше: аскăнлантаракан) юрăсем юрласа, ташласа, асса çӳреместĕн-и? (= не развратничаешь ли?) || Ст. Чек. Шуйттансем асаççĕ пулĕ ĕнтĕ кĕçĕр. Должно быть, сегодня вечером черти разозорничались. (Так говорят во время бури или бурана). БАБ. Вăл (пăсташ) тасатма пуçланă каçхине: чăхсам ларнă çĕре кайăр-ха, вĕçем кăтăклама чарăннă-и (scr. чарăнни)? Чарăнман пулсан, ĕçе тапратмăпăр, терĕ. Вăлсем кăтăклама шуйттансем асма чарăнмасăр (lege: тухмасăр) пăрахмаççĕ, терĕ. Атте чăхсана итлесе килчĕ те: кăтăклама пăрахнă, терĕ. — Апла пулсан, шуйттансем ачи-пăчипех асма тухнă пулĕ, акă эпĕ вĕсене час хам патма пухатăп, терĕ. В тот вечер, когда он начал очищать (дом от порчи), он сказал: «Ступайте ка туда, где (у вас) спдят куры, и послушайте: перестали они кудахтать или нет? Если нет, то мы подождем приниматься за работу. При этом он прибавил, что куры перестают кудахтать лишь тогда, когда черти выйдут безобразничать. Отец сходил, послушал кур и сказал, что они уже не кудахчут. Если это так, ответил тот, то, значит, черти уже вышли безобразничать вместе с детьми (точнее: не исключая и детей). Вот я сейчас соберу их к себе». Ст. Чек. Авă ĕнтĕ вăл аса пуçларĕ. Вон он уж начал озорничать. || Ч. С. Ачам, унта выртма кайсан, ан ас; унта асма юрамас, часах лăп-лап çакăнат. Если ты, дитя мое, поедешь туда на ночевое (ночное), то не шали; там шалить нельзя (т. к. там священное место), а то как раз пристанет болезнь. || Vexari, agitari, exagitari, быть обуреваему похотями или страстями. Канон. 42. Манăн ӳтĕм усаллăхпа асать, хаяр çулăмĕпе хĕрет; мана тӳрлет. || Latius serpere, latius saevire (de ulcere dicitur alioye eiusmodi malo), распространяться дальше (о наружной болезни). Тюрлем. Асса (= арасланса, сарăлса) карĕ, пӳр тортать, е ратать (= ыратать); час шăтать-и? тет. (Чирей) стал больше; собирается гной; болит. Может быть, скоро прорвется. Альш. Асса кайрĕ (чир). Сильно развилась (напр. болезнь. Ст. Чек. Кĕсен-çăпан асса каят, асат. Наружные болезни могут усилиться. || Etiam de incendiis dicitur, quae saepius prorumpere coeperunt. Также об участившихся пожарах. Альш. Ытла асат-ха вут; çĕне вут кăлармалла пулаттăр. Этот огонь что-то уж очень расшалился; пожалуй, надо добыть нового огня (посредством трения кусков дерева). || De procalla. О ветре. Зап. ВНО. Çил асрĕ. Vеntus saevire соepit. Разбушевался ветер. || In Venerem lascivire, coeundi cupiditate exerceri (de bestiis dic). О течке животных. СТИК. Ст. Чек. Йăтăсем кĕр енне асаççĕ. У собак бывает к осени течка. || Furere, insanire, бесноваться. Ст. Чек. Каçалапа эрек ĕçнĕ те, çĕр-хута асса çӳрерĕ. К вечеру напился, и пробесновался всю ночь.

ахалин

(аhал’ин’), sin minus, sin aliter, иначе, в противном случае. Ч.С. Кăна сирĕн лăп-лап çакăннă; хăвăртрах çăкăр сăмси çавăрса тăкас пулат, ахалин пушшех пулса кайĕ те, ачăра вĕлерсе ярăр, терĕ. Она сказала: «К нему (у вас) пристала порча; нужно носкорее взять краюшку хлеба, (нашептать на нее), вращая (ее вокруг головы больного), и потом выкинуть (вывалить) этот хлеб (в какое-то место). Если вы этого не сделаете, то положение больного ухудшится, и он у вас умрет («вы уморите парня»). Альш. Тата пар! тет, ахалин хăна çиеп, тет. Он говорит: «Дай еще, а то я тебя съем самого».

пăрах

(пы̆рах), бросить, оставить. Коракыш. Эпĕ епле хам упăшкана пăрахах сана качча пырăп. N. Пăрахса кай ман патăмран. Оставь меня. N. Аçу-аннӳ çуртĕнчен пăрахса кайса. Янш.-Норв. Унта пырсан вĕсенĕн пĕр ачи пĕр çăмартине хăй пуç урлă виçĕ хут çавăрать-те, çав çырмана пăрахать. (Сĕрен). Микушк. Ăçта каян, кума, каласа кай? — Шыва кĕмĕл çĕрĕ пăрахмашкăн. (Это, вероятно, старинный языческий свадебный обряд. На другой день свадьбы молодая в сопровождении сестры мужа идет на речку за водой и там бросает в воду кольцо или монету божеству воды «вутăш»). В. С. Разум. КЧП. Вăйĕ пĕте пуçласан, вăл пăрахса тарнă. Ачач 188. Тимуш хăрама пăрахнă. Орау. Пăраха пачĕ, бросил (неожиданно). Букв. 1904. Ахăр хĕрт-çурт пулĕ ку, тесе, Иван шартах сикет те, хайхине пăрахах тара пуçлать. Изамб. Т. Ку сурăхне пăрах та тар. || Свалить. Якейк. Алăк хошшинех пăра пăрахса хăварнă (свалили лед). || Навалить. Çутт. 153. Хыр тымарĕсене лакăма тултаратăп та, чĕртсе яратăп, çиелтен тăпра е çерем пăрахатăп. || Положить. N. Вутă пăрахам-ха. Положу-ка дров (в печку). N. Вута пăрахса çунтар. || Класть. Якейк. Эп чĕмелсене (= çĕмелсене) прахса турăм; чĕмелсене лап прахса турăм (чĕмел пуçланă чох тват кĕлтея хреслĕрен хреслĕ хораççĕ, онтан вара çавăрса каяççĕ). || Подкинуть. Бюртли. Санăн ăна укçа пăрахмалла, теччĕ. || Стлать (напр., для беленья). N. Шуратма пăрахнă пирсем. || Прикинуться. Кильд. Аптранă енне вара ӳсĕре пăрахăрĕ, тет. || Сажать. Хорачка. Кăмакая пашалу пăрах. В. Олг. Хăяр прах (садить). N. Чăн первей паранкă пăрахаççĕ. Ачач 37. Амăшĕ ывăлне кашни ирех, çунакан кăмакана паранкă пăрахса илсе тăварланă купăстапа тăрантарать. Кан. Кам çуркунне хăмла пăрахас, чĕртес, тет, унăн кĕркунне çĕре çемçетме тăрăшмалла. IЬ. Кăçалах çур теçеттин волынь хăмли семшевăй сурт пăрахнă. Пахча çим. 3. Нумайăшĕ (картофель) суха хыççăн пăрахса пыраççĕ. || Скидывать, снимать. Юрк. Вуникĕ сурăх усрăттăм, улăм пама каймăттăм, çирен тăлăп пăрахмăттăм. N. Пĕр уйăх ĕнтĕ ураран атă пăрахман. N. Пăрах, снимать (сапог) с другого. || Сбавить (цецу), сбросить. Б. Олг. Хакне пăрахсам пĕр ластăк, ытла хытă тытса тăратăн, сотас теместĕн-и? Пасара антарса тăк, киле каллях исе каятни? || Линять, ронять перья, шерсть и пр. N. Тĕк пăрах, пуç пăрах (урпа). || Делать выкидыш. Орау. Сурăх путек пăрахнă. Изамб. Т. Лаша тиха пăрахнă, ĕне пăру пăрахнă, сурăх путек пăрахнă (выкидыш). || Испражняться. Орау. Ах, ку ача-пча! Çинă-çиманах кайса та пăрахат (испражняется)! || Перестать, бросить. Орау. Ху вулама пăрахсан, кĕнекĕне мана пар. Когда перестанешь читать, передай книгу мне. N. Çăвла хут вĕренме пăрахсан, аттесене хресьян ĕçсенче пулăшрăм. Хыр-к. Хут вĕренме пăрахсан, çулла, ачасемпе пулă тытма, рак тытма çӳреттĕмĕр. N. Çиессе пăрах, перестать есть. Панклеи. Порнаççĕ, порнаççĕ ватăрах çынсам, эсрелĕ килме пăрахнине (что перестал ходить) сисе пуçларĕç. || Прекратить, бросить. N. Мĕнле паян кооператив сутма час пăрахнă. Ку вăхăтра хупакан марччĕ-çке? тесе килнелле çаврăнса каяççĕ вара. || Перестать что-нибудь делать. КС. Хăяр пăрах, последний раз собрать огурцы. || Раздумать; отменить, отказать. ЧС. Аннесем вара: вилет пулĕ, юмăçа кайса укçа та пĕтерес мар, терĕç те, юмăçа кайма пăрахĕрĕç. N. Эп сăра тăвасса пăрахрăм. Я раздумал варить пиво. N. Вăл хăй (она) кайма пăрахрĕ. Ивановка. Çакăнтан кайран эпĕ чула алла тытма та пăрахрăм. Тим. † Ах, хăтаçăм, Микулай, пăрахма-пăрахма тытăнатчĕ, пăрахасран чунăм çук, пăрахсассăн чунăм çук. || Уступить (в цене). Н. Карм. Ну, апла пулсан, вун тенкине пăрахап, тет. N. Пăрах (пăрахса пар) тепĕр пилĕк пусна! — Юрамаçт, пăрахмасп. || Отказаться. N. Çăкăра пăрахăп, уна пăрахмăп. || В качестве вспомог. глаг. Яргуньк. Акă сана хуçа сенкĕпе чиксе пăрахма килет. N. Мана луш (зря) çинченех кăшкăрчĕ-пăрахрĕ. N. Курак çăварне карчĕ-пăрахрĕ те, татăк ашĕ тухрĕ-ӳкрĕ. N. Лаша пĕççине чарчĕ-пăрахрĕ (беспомощно). Сорм-Вар. Упа Ахматяка çыхса пăрахрĕ. N. Вăл вара мĕн туса пăрахмĕ манпа? (т. е. нагадит мне). М. Сунчел. Пӳрт алăкне уçса прахнăччĕ те, пӳрт умне çап-çутă çутатса пăрахнăччĕ. Панклеи. † Каяс марах тесеччĕ, илчĕç-пăрахрĕç, мĕн тăвас. (Салтак юрри). Альш. Улпучĕ пăруласа пăрахасран хăранă, тет. Барин боялся, как бы не отелиться. Юрк. Тӳрлетес вырăнне (вместо того, чтобы вылечить) тата хытă пăсса пăрахаççĕ (испортили). IЬ. Çуртăрисем ĕлкĕрсен, çав укçапах çуртăрисене те выртарса пăрахат. IЬ. Тытăнсан, ĕçе часах туса пăрахнă. Ст. Яха-к. Атьăр часрах кунта чӳклесе пăрахар та, вара пирĕн пата кайăпăр, теççĕ. Изванк. Пулла тухсан та, ăна пĕре çех (только) кăшкăрса пăрахаççĕ (крикнут на него). Кан. Тепĕр хут чĕтретсе пăрахрĕ. Капк. Эпĕ Улия юратса пăрахрăм. Пуç çавăрса пар-ха. N. Çан чохне ĕçсе пăрахрăм-çке (напился)! Т. II. Загадки. Шăлсан, шăлса ямалла мар; çĕклесен, çĕклесе пăрахмалла мар; вăхăт çитсен, хăех каять. (Мĕлке). ЧС. Эпир вăл анана, ир кайнă-ĕскерсем, кăнтăрлаччен сухаласа та пăрахрăмăр. N. Вĕсем малтан нумай çĕрлĕ çынсенчен темĕн чухлĕ çĕр илсе пăрахаççĕ, унтан вăл çĕре, банк урлă, сахал çĕрлĕ хресченсене пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн сутса пит нумай ытлашши укçа пуçтараççĕ.

пĕт

(пэ̆т), кончиться, закончиться. Шел. 108. Каласа пĕтет-и халĕ, пичче? Регули 1224. Ку эрне пĕтнĕ çĕре килет. Приедет к концу этой недели. Кан. Сăра савăчĕ октябĕр уйăхĕ пĕтнĕ çĕрелле ĕçлеме те пуçлать. Юрк. Ирхи çилпелен, каçхи сулхăнпалан тунă-пĕтнĕ çĕршыва çитесчĕ. N. Чернушка пĕтес çĕрте пĕр арман пĕви пур. || Приходить к концу N. Ĕçме-çиме пĕтсе килет ĕнтĕ. Изамб. Т. Ыраш çиме пĕтсен, эпĕ Илчене ыраш кайса шырама хушрăм. N. † Улăхрăм çӳлĕ ту çине, çапрăм-салатрăм чăн мерчен, пуçтартăм-пуçтартăм-пĕтмерĕ, çип çине тиртĕм — çитмерĕ. || Выходить, выйти в расход. Альш. Ара хай ватă шуйттан пĕççи пĕтнĕ-и мĕн сирĕн (разве уже вся вышла)? Якейк. Сакă яла килмесĕр сана валли хĕр пĕтни? Торай-к. † И, вупкăн кĕрӳшĕ, çак таранччен килмесен, сана вали хĕр пĕтри. Икково. † Манран савни сивĕнчĕ, сар ача пĕтнĕн тойăнчĕ. (Гов. девица). Чураль-к. Кăмака çинчи сарă çыв (= çăв) ирлимас-çке, пĕтимас-çке хамăр ялти сар варлийĕ мансăр пурнăç пурнимас-çке. || Высохнуть. N. Ĕç çинче Герасимовкă çыннисем пуссисенче шыв пĕтех пуçларĕ. || Очищаться. О сохр. здор. Тирĕнчен (шкура) чир кайран та час пĕтмест. IЬ. Кирек мĕнле ерекен чир те тумтир çумăнчен пĕтет вара. || Исчезнуть из вида, пропасть. N. Çаксем ачасене курсан, тăруках пĕтсе ларчĕç (исчезли из вида, пропали), тет. || Орау. Темскер сасă пĕтрĕ-ха. Кан. Анчах ярт-ярт вăййи пĕтмеллипех пĕтрĕ, тесе, кулянмалли çук. Ишек. Вара вăл çыннăн пӳрчĕ ахалех пĕтнĕ вара. || Погибнуть. Кан. Ку ача-пăчапа пĕтес пулать, тырă вырма та чарать. Баран. 47. Тата кăшт тăнă пулсан, пĕтнĕччĕ ĕнтĕ (я погиб бы). N. Палуми пĕтрĕ. Яблоки (цвет) погибли. N. Тĕнче, мĕншĕн пĕтми пек мăн кăмăллă тăратăн? Истор. Çывăхри халăх, Дон патĕнче вăрçнă чух, пит пĕтнĕ те, çавăнпа çывăхран пуçтарма туман. Альш. Эй, пĕтнĕ чун, çаплах вăрçасшăн. Шăна чир. сар. 22. Нумай хуласенче шăнасем пĕтĕмпех пĕтни те пур. Юрк. Ăна (лошадь): пĕттĕр, тесе, арăмĕ пĕр эрне çитермесĕр, ĕçтермесĕр тăнă. IЬ. Çӳллĕ çĕртен ӳкнĕскер çавăнтах пĕтет. N. Пĕтесскер, пĕтменскер, брань. N. Пĕтеттĕмĕр тăванăм! Мы чуть не погибли. Ст. Чек. Пĕтмест мĕнкĕ те. Не погибнет во век. || Разориться. Коракыш. Пĕр ялта арман пур, вăл арман хуçи чĕнсе (прося милостыню) çӳрет. Вăл арманне пĕвелесе пĕтнĕ (разорился). N. Анчах хресченсем çакна-ăна илмесĕр хăйсене хăйсем пĕтсе пурăнаççĕ. || Износиться. N. Чăн хăмаçран кĕпе çĕлетрĕм, арки-çанни, пĕтмес, мĕн тăвас? Изамб. Т. Ачасен çăпатисем пĕтнĕ-ха, акă пушăт илмелле. || Прийти в негодность. N. † Илтĕм скрипка аллăма, скрипка аври пĕтнĕ мĕн. Регули 746. Ку çĕçĕ пĕтнĕ. || Изводиться. Ст. Айб. † Шыв хĕрринче çӳçе ӳсет-çке, ун айĕнче çырла та, ай, пиçет-çке; ан йĕрсем-е, тантăш, ан пĕтсем-е, пиртен лайăх тата, ай, ӳсет-çке. || В качестве вспомог. глагола. Собр. Ман халăх ăçта кайса пĕтнĕ (куда делся)? Альш. Ахаль те ку енчи çынсем калаçма юратарах параççĕ, çынна курсан, тĕл пулсан, ыйтса, тĕпчесе пĕтеççĕ. П. N. Вĕсем çул çинче асапланса пĕтнĕ (измучились). Баран. 179. Кăмăлне килсех пĕтмен. Ему не совсем нравилась. N. Кĕтӳ хире саланса пĕтнĕ. Çăнăх урайне саланса пĕтнĕ. Çăнăх пĕтĕм урай талккăшĕпе саланса пĕтнĕ. ТХКА 123. Тăвăл хуçнă йăвăçла урлă-пирлĕ тăсăлса ӳксе пĕтнĕ урайне. N. Çук, май мар пире кунта, ку çын та манăн кăмăла кайсах пĕтмест. Собр. Çав арçури вара вăрмантах кăшкăрса пĕтнĕ, тет. КАХ. Пӳртре пурте çывăрса пĕтсен, çав хĕрт-сурт кăмака çинчен анат, тет. N. Кунта тăхăнса килнĕ тумтирĕмсем çĕтĕлсе, татăлса пĕтрĕç, тумтирсĕр темĕн чухлĕ шăнса пĕтеттĕм (мерзла), е шăрăхпа пиçсе пĕтеттĕм. ЧС. Старик апла каласанах, ачасем пурте кайса пĕтрĕç. Ск. и пред. 9. Тырă выраççĕ юрласа, пĕтрĕ карчăк ывăнса. Шурăм-п. Çынсем ирех кайса пĕтнĕ. М. Васильев. Пĕртак тăрсан, çăмăр çумасăрах çанталăк уяртса каять, вĕсен та ани сохаласа пĕтет. ППТ. Çапла вара мĕн тăвассисене пурне те туса хытланса пĕтеççĕ те (кончают. Сĕрен). IЬ. Хăш çулне шалт чараймаççĕ: выльăхсем пăркаланса пĕтеççĕ. М. Сунч. Çула мĕне кайсан, улма йăтса пыракан çынсенчен иртсе пĕтмелле марччĕ. N. Унтан, пурте çăвăнса пĕтсен, хываççĕ. Ал. цв. 5. Нихçан лашапа та, çуран та витĕр тухса пĕтмелле мар, хура вăрман тăрăх пĕр çаврăнса пăхмасăр пырать. ЧС. Тем тĕрлĕ асса пĕтрĕр пулĕ çав унта (вы там, чай, всячески озорничали, изозорничались), унта асма пĕрте юрамас вĕт: часах лăп-лап çакăнат. Артюшк. Ăна юр çинче йăвалантарнă та, вăл пĕтĕмпех юрланса пĕтнĕ. Шăна чир. сар. 7. Вĕсем çулласенче, шăрăх вăхăтра, этем пурăнакан таврашра вуншар-çĕршер пинĕн вĕçсе çӳреççĕ, пур çĕре те ларса пĕтеççĕ, нăйлатса çӳреççĕ. Истор. Темĕн чухлĕ çын пĕр айăпсăр йĕрсе, макăрса пĕтнĕ. N. Тутарсемпе юнашар пурăнаканнисем тутарсенĕн сăмахсене йышăнса пĕтнĕ. Альш. Пӳрчĕ туса пĕтнĕ-пĕтменех кивелчĕ. Шурăм-п. Халăх питех нумай таварсем кутне выртса пĕтнĕ.

акшă-макшă

(акшы̆-макшы̆). Haec vox, cuius vera atque propria significatio nunc iam omnino est oblitterata, hodie quidem nonnisi convicii loco adhibetur. Sunt autem qui affirment hoc vocabulo numen illud silvestre, quod ар-çури appellatur, significari, quod ex homine ebrio frigore confecto ortum esse creditur, consentientibus tamen omnibus hac appellatione malum aliquod designari, daemonem malum scilicet, qui occasione oblata hominibus iniuriam facere aut etiam morte afficere posse existimatur. „Чуваши часто употребляют это слово в смысле плохого отзыва о ком-нибудь, но настоящего, т. е. коренного, значения этого слова вовсе не знают. Некоторые из них говорят, что „акшă-макшă“ означает лешего, получившегося от замерзшего в пьяном виде человека; другие же говорят, что „акшă-макшă“ — особая порода нечистых духов, но не от человека получившихся, и т. п. В общем все они согласны с тем, что слово „акшă-макшă“ означает что-то недоброе, какого-то злого духа, могущего, при случае, причинить человеку вред или даже смерть. Примером на слово „акшă-макшă“ могут послужить следующие слова: ар-пир, лăп-лап, им-йом, которые означают вообше нечистых духов, получивщихся от людей, умерших неестественною смертыо, но никак не чертей. Слово „акшă-макшă“ встречается и в наречиях татар, напр. в Богородской вол. Чебоксар. у.; обьяснения о нем дают такие же, что и чуваши“. (Из письма чувашина М. В. Шевле). Тюрлем. „Ан сăмахла, акшă-макшă, илтес килмерĕ“, тет. Не болтай, говорит, слушать противно. Сред. Юм. Акшă-макшă — вăрçнă чõхне калаççĕ. Выражение „акшă-макшă“ употребляют в виде брани. Шевле. Киремет çавăнпа-çих тăранкаласа порнать халь, ватăлмалăх конĕнче. Ĕлĕк ик-виç хут чӳклемесĕр кĕлле кĕмесчĕ, акшă-макшă. Теперь, на старости, Киреметь только этим и живет (скудными подачками старух); а прежде, бывало, никак нельзя было умилостивить его, идола этакого, не совершив ему жертвоприношения два или три раза.

ал лапки

(ал лапки), i. q. (то же, что) ал лаппи. Л. Кошки, Череп. Альш. Çăнăх çине ала лапкипех пусрăм. Я надавил на муку всею ладонью. Йолаш. Ал лапки чол (i. q. чухлĕ) касса илнĕ. Отрезан кусок в величину ладони (включая сюда и пальцы).

анат

(анат), ita appellatur locus demissior alterius ei adiacentis loci ratione habita. Pars vici inferior. Casus eius nominativus non ponitur fere nisi in compositione. Низовье, низменность (в сравнении с прилегающими высотами). Нижняя часть селения. Орау. Анат — шыв юхса каякан ен. Низовье — та сторона, куда течет река (вода). Яргунь. Тепĕр çын ăна хирĕç анатран хупарать, тет. Другой человек поднимается ему навстречу снизу, вверх по течению. Раков. † Аната пĕве пĕверĕм хур-кăвакал хатришĕн. Я запрудил внизу (т. е. в нижней части селения) пруд, на радость гусям и уткам. Кив. ял, Сизов. † Аната пĕве пĕверĕм хур-кăвакал ӳстерме (чтобы выращивать гусей и уток). Микуш. † Хăпартăм та çӳлĕ ту çине, çаврăнтăм пăхрăм ял çине, анатпала туне пĕлмерĕм. Я взошел на высокую гору, оглянулся назад на деревню, и не мог разобрать, где у нее нижний конец и где верхний. Якей. Мĕлле, пасара анатран кайăпăр-и? Ну что, где поедем мы на базар? — низом (т. е. низменностью)? В этой фразе „анатран“ может также означать: нижним концом деревни. Бугульм. Анаталла пулсан пирĕн лаша хуть хăçан та (i. q. кирек хăçан та) сиккипе чупать. Под гору наша лошадь всегда бежит вскачь. N. † Анаталла-тăвалла, турăхпа çăкăр çимелле. Леш кассенĕн хĕрĕсене кĕпер кашти тумалла. Вниз и вверх, надо поесть кислого молока и хлеба (verba inania). Из девушек того конца деревни (или: околотка) надо понаделать перекладин для моста. Белая Гора. † Атьăр, каяр тăвансем, анаталла, улма сатне улма татмашкăн. Пойдемте, родные, на нижний конец деревни [или: (куда-то) ниже], в яблоновый сад, рвать яблоки. Микуш. † Анатра утсем шăвараççĕ, çинçе сассисемпе шăхăраççĕ. Сассисем акăш сасси пек, пĕвĕсем Атăлри сарă хăмăш пек. На нижнем конце (или: ниже того места, где я стою) поят лошадей и свищут своими тонкими голосами. Голоса их — точно голоса лебедей, стан их — как желтый волжский тростник. КС. Аната антăм (т. е. ялăн анат вĕçне). Я спустился на нижний конец деревни. Якей. Паян пасара анатран кайăпăр-и, туран кайăпăр-и? Мы сегодня поедем на базар через верхний конец деревни или через нижний? Ib. Эп она пасăр анатран хăпарнине кортăм. Я видел, как он давеча шел с нижнего конца деревни. N. † Анатран хĕвел тухат-çке сайра юман хушшипе. Восходит с низовьев (с востока? см. ниже) солнце из-за реденьких дубов. || Eadem appellatione significamus partem Rha fluminis inferlorem atque provincias Ufensem, Samarensem, Biarmiam regionesque trans montes Rhipheos sitas. Также назыв. низовье Волги и губернии: Уфимскую, Самарскую, Пермскую и Зауралье. Сред. Юм. Анат калама анат, куçма тапăнсан ай-ай пат хĕн! Только (легко) сказать, что низовье, а вздумай-ка туда переселиться, это не так-то легко! Ib. Анатри пик порнать. Живет в довольстве, имеет землю, лес, скот и пр. || In quibusdam dlalectis ita appellant plagam orientalem, Rha fluminis ratione habita, quod oriens ab occidente primo orientem versus decurrit. Отсюда в некот. говорах „анат“ означает вошок. Шорк. Анат ен, oriens, восток. V. хĕвел тухăçĕ, мал ен. || Nom. prati cuiusdam prope vicum Kaшa praef. Также название лугов около дер. Елховоозерной, Сюндюковской вол. Симбир. у. Анат. Вăл лап çĕрте, çавăнпа çапла каланă. (Эти луга) названы „Анат“, потому что лежат в низменности.

Анатри ял

(jал), vicus in loco demissiore situs, селение в низменности (лап çĕрте ларакан ял). Череп.

ар-пир

(арбир), daemon maius, daemones mali, нечистый дух, нечистые духи. СПВВ. И. А. Ар-пир. „Эй турă! тĕрлĕ ар-пиртен хăтар пире, сирсе яр пирĕн патран!“ После чего написано по-русски: „Всякая нечистота“. Смысл след.: (Обьяснение слова) ар-пир. Боже! избавь нас от всякой нечистоты, отстрани ее от нас!“ СПВВ. Х. Вăрманта ар-пир-мĕн лекрĕ пулĕ. Вероятно, пристала какая-нибудь нечисть в лесу. В последнем примере я понимаю „ар-пир“ в смысле болезни, причиненной каким-либо злым духом; в первом — в значении злых духов вообще. Возможно, что чувашин обьясняя значение этого слова, не нашел выражения для вполне точного перевода и употребил русское нечистота в смысле нечисти, как русские называют вообще нечистых духов. У татаро-чуваш Цив. у. ӓр-бiр означает вещь, подобно каз.-тат. ӓjõįр (срав. каз.-тат. ӓр-бiр, каждый, из ӓр, перс. [Араб сăмахĕ], каждый, и бįр, один); у них же ӓрбiр өрөнган, поразила какая-то нечисть. V. лăп-лап.

кам

(кам), кто (изредка относится и к животным). N. Ку йывăçа кам кăшланă? Кто грыз это дерево? N. Ман улăма кам çисе янă? Мою солому кто сожрал? N. Вăл сирĕн (санăн) кам пулать? Кто он вам? Вăл унăн кам пулат? Кто он ему? Янтик. Кам илет ăна! Кто его возьмет! Ib. Кам калатăр ăна: халех килет, тесе? Кто может сказать, что он вскоре придет? Ib. Кам шухăшлатăр ăна халех вилет, тесе? Кто может подумать, что он скоро умрет? Капк. Кам-ши çĕр хута? тетĕп. Кто это (идет) ночью? говорю я. Орау. Çта каять-ши ку? — Кам мур (мур’) пĕлет ăна! Кам шуйтань пĕлет ăна! (чорт его знает). Ib. Камсамах хăтланнă-ши кăна капла?! Ай-яй-яй! Пулаççĕ-кам çынна курайман этемсем. Янтик. Кам мур кăшкăрать çанта? Кто это там орет? Регули 962. Кам пĕлекенне пар. Отдай знающему. N. Тинĕс хăйăрне кам суса кăларас, çумăр тумламне кам хисеплесе тухас? N. Пĕр-кун камччĕ вăл сирĕн патăрта? Кто это был у вас намедни? КС. Кама хывнă эсĕ? В кого ты уродился? Кан. Кама (надо: камăнне) шалу чакармалла, кама вăрман памалла, тата çавăн пек ытти ыйтусем те сӳтсе яваççĕ (обсуждают). Юрк. Кам усалĕ вĕсене кунта хирсе (уничтожая) пĕтерсе çӳренĕ-ши? N. Кам килет унта? Кто это идет? — Кам туртать кунта? Кто это тут (здесь) курит? Орау. Паян кама-кама куртăн? — Паян эп нумай çын курман. Кого и кого ты сегодня видел? — Я сегодня видел немногих («мало людей»). N. Кам арки çине вут ӳкет, çав çунат. (Послов.). Изамб. Т. Кама кам пулмасть (почему не помочь другому). Иваново. Кам у пирĕн чӳречене ватни? Кто это разбил наше окно? N. Миколайсам тырă вырма карĕç-и? — Кам пĕлет, те кайнă тем. Пошла ли Николаева семья жать? — Кто знает, может быть, и пошла. Тораево. Амăшĕ каланă (ему): сан ухмах ăсу тăрăх кам хăни пухăнать (какие еще там гости), тенĕ. Сред. Юм. Кам çăви (какой чорт) çохрать çавăнта? (Кам çохăрнине пĕлмесен калаççĕ) N. Эсĕ хисеплемесĕр, ăна кам хисеплемелле тата? КС. Кам чирĕ (кам мурĕ) кăшкăрать унта? Кто это там орет? Ib. Кам чирĕ пуçа кайса чикет унта? Кто (какой шут) туда пойдет? Ст. Шаймурз. † Халиччен шурă хурăн кам каснă? — ывăнтарать сылтăм хулсене; халиччен савнă туспа кам пурăннă? — çыхлантарать иккен чĕлхесене. Артюшк. Кам сирĕн ача тăвать, çавна качча илеп, тет. N. Кам таврашĕ вăл? Он из какой фамилии? Толст. Ку кĕреплене кунта кам ухмахĕ (какой дурак) пăрахнă! N. Эй, атте, кам çав (что ты за человек?), пĕр кĕреçине те пулин лайăхрах пехиллесе памарĕ-ĕçке! (не завещал хорошей лопаты): вăл та пулин хуçăлса кайрĕ. || Частица заключительного удивления или неожиданного заключения, или убеждения: «Оказывается», «ну, и»... (иногда передается и иначе). Орау. Пулать-кам çын та! Бывают же такие люди! Ib. Пирĕн тавар пĕртте каймарĕ-кам (не продался)! Ib. Ну, хытă та утать-кам! Ну, и шагает же! Ib. Çармăс еннех куçрĕ-кам! Ib. Кайрипченех (от киремети, что на задах) тертленеп-кам (мучаюсь). Ib. Каламасть-кам! Как это он не скажет?! (т. е. скажет; пустяки, что не скажет). Сред. Юм. Полат-кам он пик çын та! Ну, и бывают же люди! Орау. Ай-ай! Хырăма та кĕрет-кам: пĕр кӳренке кулача нумай хăвармасп (доедаю). К.-Кушки. † Пирĕн лаша та ухмах-кам: йĕрсĕр çĕре йĕр тăват! Альш. † Аслă çулта такăр-кям: урапа йĕрĕ палăрмаст. Елшел хĕрĕ те сатур-кам, сиксе утни палармаст. Тюрл. Эх, алтанĕ алтать те-кам! Ну и поет же петух-то! Хурамал. † Пĕр лап çырла тĕл пултăм, тĕл пултăм; татап-татап, пĕтмеç-кам, пĕтмеç-кам, киле таврăнас килет-кам, килет-кам! Ск. и пред. 63. Хĕр кăларма кайнă та, хай пуçне пĕтернĕ-ĕç-кам мăнтарăн ачи.

тимĕр карта

магический круг. Собр. Сухаласа пĕтерсен, ана тавра тимĕр карта çавăр, теççĕ. (Изречение). БАБ. Вăл та (огонь), ман тимĕр карта тĕлне çитсенех, лап сӳнсе ларчĕ.

ăпăр-тапăр

всякий хлам, скарб и т. п. В. каз.-тат. ы̆бы̆р-чы̆бы̆р «мелочь». Ст. Чек. Ăпăр(ы̆бы̆р)-тапăр, хлам. И. С. Степ. Ăпăр-тапăр. СТИК. Тĕрлĕрен ăпăр-тапăрсем тукаларăм эпĕ паян. Сегодня я выполнил разные пустячные дела. Н. Лебеж. Çӳпĕ тăкма тухсассăн, çӳпĕ çине чавса пăх: ăпăр-тапăр тухмаç и? Когда вынесешь сор, поройся в нем: не выйдет ли (из него) чего-нибудь? || В значен. прилагат. Сред. Юм. Çавăн пик ăпăр-тапăр лаша та пăрахса тарма хытланать те вара, кули путлĕреххи пăрахса каймĕ! Такая дрянная лошадь и та пытается от него убежать; как же не убежит от него добропорядочная (лошадь)! || Щ. С. Ăпăр-тапăр = лăп-лап (ругательное слово). Тут же приписано: «Лăп-лап лекрĕ пуль — вероятно, поразили духи, которые могут причинить человеку на дороге болезнь».

яр

подр. плавному движению, движению по прямой линии; подр. яркому свету. Сред. Юм. Манран аякра та мар, пĕр çăлтăр ярр! ярнса анчĕ. Янш.-Норв. Çăлтăр ярр! ӳкрĕ. Звезда упала плавно (с изв. скоростью). В К.-Кушки çăлтăр ярр! анчĕ ― звезда упала, делая продолжительное движение. Альш. Çиçĕм ярр аялла çиçрĕ (прямо вниз). Тет. Çăлтăр ярр! юхса кайрĕ. Янтик. Яр (а произн. почти как о) уяр (значит: на небе нет ни облачка; чистое, голубое небо). КС. Çăлтăр хĕвел-анăç енчен тапранчĕ те, хĕвел-тухăç енне яррр! кайса ӳккĕрĕ. (Падение звезды). Шурăм-п. № 26. Çăлтăр ярр, çутă ӳкерсе, куçран çĕтрĕ. КС. Вут çутти ярах ӳкнĕ (или: çан-çутă ӳкнĕ). Виднеется яркое зарево. Орау. Ярах тул çутăлать, алтансем алтмаççĕ. Уж совсем светает, петухи не поют. Ib. Тул ярах çуталчĕ. Совсем уж рассветало. || Подр. раскрытию настежь, совсем. N. Яр уçат та, яр хупат (окно). БАБ. Унччен те пулмарĕ, тет, çырăк (= çирĕк) яр уçăлса кайрĕ, тет те, Иисуса хăй ăшне лап хупласа илчĕ, тет (когда его преследовали враги, желая убить). Орау. Алăк яр уçăлчĕ те, пĕр ӳссĕр вырăс килчĕ-кĕчĕ. (Ярр выражало бы здесь усиление). Сборн. мол. Вăл вара хăй тумтирне илнĕ те, ярах çурса пăрахнă. Орау. Алăкне ярах уç, тĕтĕмĕ тухтăр. Чхейп. Алăк патнелле тăрса, алăкне ярах уççа пăрахса. Бугульм. † Алăкăра тапрăм, яр уçăлчĕ. N. Алăка ярр! уççа ячĕ. Альш. Пăр яр çурăлса кайрĕ. Лед раскололся по прямой линии, моментально, на большом расстоянии (напр., от одного берега до другого). || Подр. плавному движению (с известной скоростью). КС. Пăр çинче пынă чух ура ярах (сразу) шуса карĕ (скользнула, т. е. поскользнулась). Еково. Ярр тăсăлчĕ. Растянулась (лошадь). 1-ая кн. для чт. 1912, 5. Халран кайнипе хăй (собака) ярах тăсăлса выртнă. Якейк. Хăмла алăран ӳкрĕ те, çӳлелле (вверх) хытă яр вĕçсе карĕ (от ветра). Микушк. Çав тӳрĕ (дух) лекнĕ пусан, яр кай, тет; яр каймасан, тата сулласа ларать (кусок хлеба, надетый на иголку). Н. Карм. † Эп ыр курас пулсассăн, яр, яр (крупным шагом) утса кай, лаша. Ч.П. Çӳçе-пуçа якатса, урам тăрăх яр-яр-яр. (В Янш.-Норв. в этом сл. яр-яр, подр. движениям чел., который прогуливается «с восторгом, с торжеством, с изв. скоростью»). СТИК. Ту çинчен яр ярăнса антăм. Скатился. («Выражает образ действия». В Янш.-Норв. это зн.: скатился плавно и более или менее скоро; по объяснению А. М. Шакмакова (К-Кушки) — скатился быстро). Калашн. Хăмапа çаптарнă хапхасен умне яр тухаççĕ çĕнĕ-çынсем, сар хĕрсем. Батыр. † Яр, яр (здесь в адъективном зн.) пулă пулăттăм, пăр айĕнчен чăмăттăм. Альших. † Алших шывĕ тарăн шыв, яр-яр ишсе пулмарĕ. КС. Салакайăк хорчки ярр ярăнса анчĕ (без движения крыльев). || Подр. быстрому и стройному росту. Альших. Яр ӳссе кайнă. (Дерево) выросло быстро и прямо (стройно). || Подр. качанию зыбкого, упругого предмета. Сред. Юм. Пысăк йывăç тăрри çил пȏр чохне ярр, ярр! ярнать. IЬ. Хосанти чавсаллă тарантассĕм çине ларсан яр, яр-çиç ярнса пыран. IЬ. Пӳрт тунă чȏхне отса çӳреме хȏракан хăмасĕм ярр-ярр! ярнаççĕ. IЬ. Прахут хȏмĕ çинчен пĕчикрех лоткасĕм ярр, ярр! ярнаççĕ. IЬ. Хăма пуçĕ çине тăрса ярнсан, хăма ярр, ярр! ярнать. См. еще Паас. 21.

ярт

(jарт), подр. короткому прямому движению. СТИК. Çап-çутă пăр çинче ура ярт шуса карĕ (скользнула быстро и коротко) те, лап персе антăм. СТИК. Лашана пушăпа шарт çапрăм та, ярт шăрса (короткою струею) ячĕ. IЬ. Ярт юхса тухрĕ (брызнула одна струя). || Подр. прямизне (первоначально — подр. яркой линии). Альш. Унтан тата тепĕри ял урлă пĕр хĕрринчен тепĕр хĕрринех ярт тӳрĕ тухса каят (тăкăрлăк). N. Ял урамĕ ярт выртат (= тӳп-тӳрĕ), куç çути тӳрех ӳкет. N. Вăрманта пручак ярт выртать(пăхсассăн). IЬ. Ярт тăсăлса выртнă. Во всю длину растянулся. КС. Ура ярт шуса карĕ (короткое движение). IЬ. Ана тăрăх ярт тăрăшпех (по всей длине) отса тохрăм та, пȏр çĕрти те пĕр пик аван ырашĕ. Микушк. Тата хапха урлă пиçиххи ывăтаççĕ, камăн яртах (прямо) чăсăлса выртăть, çавă вилет, теççĕ. (Гаданье). Хурамал. Ярт! чăсăлса çывăрать (урисене чăсса çывăрать). СТИК. Çĕлен ярт тăсăлса выртнă (тӳп-тӳрĕ тăсăлса выртат; выражает не звук, а прямоту предмета). || Подр. ясному выделению. Лашман. † Пирĕн савни таçтан палла, ушкăн халăх çинче ярт тăрать. Бугульм. † Шинлă урапа йĕрсем таçтан паллă, ăслă çулсем çинче ярт выртать. Пирĕн тăвансем таçтан паллă, ушкăн халăх çинче ярт тăрать. || Подр. широкой рыси. Собр. Хура лаша ярт, ярт, икĕ турти шарт, шарт. (Шыв юхни). || Метаф. N. † Пирĕн ялăн ачисем урам тăрăх ярт, ярт, ярт! (бегают, шляются). || Подр. поносу. || Беспрерывно. Сред. Юм. Çак ачапчасĕмпе тĕпĕртетсе, никçан та (постоянно) ларса ярт (в д. Беляевой — яр-уççăн) ĕçлемелле мар вит. Возясь (валандаясь) с этой ребятней, никогда не поработаешь без перерыва, без помехи. || Одиночкой, без других предметов вокруг себя. М. П. Петр. Ярт пӳрт анчах ларать, урăх нимĕн те çук.

Еш-Тĕп

назв. местности в лесу. Альш. Сĕве хĕрринерех лап çĕр пур карташ вырăнĕ чухлĕ. Унта çĕмĕртсем, ытти çӳлĕ йывăçсем ӳсеççĕ пĕр çиччĕ-саккăр. «Еш-Тĕп» теççĕ вăл вырăна. Г. Т. Тимоф. Унтан Елшел çывăхĕнче вăрманта «Еш-Тĕп» тиекен вырăн пур.

йолан

(jолан), валяться. См. йăвалан. Пшкрт. Яргейк. Уйра упа юланĕ. (Арман авăрни). Лап-к. Çитсессĕн, кашкăр выртса юланчĕ, тет те, хĕр пулса тăрчĕ, тет. Тораево. Юланса карĕ = йăваланса карĕ?

лак

(лак), подр. (отпечаточное) звуку, получяющемуся от удара о более или менее мягкий предмет. КС. Кучĕпе сак çине лак! ларчĕ. Ib. Ури шурĕ те (поскользнулись), кучĕ çине (на задницу) лаках кайса ларчĕ. Ib. Уссĕрскер, кучĕ çине лаках кайса ларчĕ. Н. Карм. Пĕчĕк ача кучĕ çине лак! ларчĕ (не устоял на ногах и шлепнулся на задницу). N. Куссан-куссан, пĕр тункатана перĕнчĕ те, лак! тутарчĕ (бочка о кочку), манăн пуçа лап! тутарчĕ. Орау. Чашăка лак! лартрăм та, лаштах çурăлса карĕ — сĕт пĕтĕмпех тăкăнса карĕ (поставил со стуком, неосторожно). Н. Чукалы. Хĕверисем (черти) Якуркка выртакан вырăн тĕлĕнчен маччана сӳтнĕ те, арман чулне лак! пăрахнă. Пус. Тĕпĕр-тĕпĕр туй килет, ланчашкана лак! сикет. (Кăвар туртни). || Подр. локанью. Якейк. Йăтă пăтратни лак-лак! хыпать. Ib. Йăтă лак-лак! хыпать (ест жидкое). || Собр. Хура йытă кутне лак-лак. (Çăра питĕрни). Ст. Шаймурз. Ватă ĕне... лак-лак. (Уйран уçлани). || Подр; бульканью. Сред. Юм. Четвĕрт кĕленчинчен хăвăрт шыв йŏхтарнă чŏхне кĕленче мăйĕнчи шыв лак-лак (а с легкой лабиализацией) туса тŏхат. Лак! тухса ӳкрĕ. || Подр. неровному бегу лошади. Сред. Юм. Пирĕн лаша темме çынсĕнни пик чипер йăпăртатса йŏртса чупмас ŏ, пĕрмай лак-лак! тăвать те, кŏта веç ватса пĕтерет („назв. бега лошади, когда она бежит длинными шагами“).

лакăш

(-гы̆ш), подр. хлябанью. Якейк. Колошĕ аслă та, лакăш-лакăш! туса пырать. || Подр. спотычке. См. лап.

лап

(лап), подр. звуку хлопнувшегося (упавшего) предмета. СТИК. Çăм мишукĕ лап персе анчĕ. („Лап – звук мягкий, похожий на звук, когда падает что-нибудь мягкое“). Ib. Лакăш! турĕ те (отступился), лап! персе анчĕ (споткнулся и упал). Альш. Акă упăшки патне çитет те, палакирне лап! ӳкерет, тет. Богдашк. Т. Лап тăсăлса ӳкрĕ хуса пыраканни. Толст. Лаши пĕтĕм вăйĕпе пынă çĕртен лап персе аннă та, Жилинăн урине аяла тунă (придавила). Шорк. Пылчăк çине хырăмĕпе лапах персе анчĕ. Эльбарус. Çаксем кăсйисенчен темскерсем кăлара пуçларĕç; тăта лап-лап! ӳксе пуççапаççĕ, тăта пакăл-пакăл! юмахлаççĕ. Сред. Юм. Витрери шывва (= шыва) трук тăксан, шыв лап! туса тôхса ӳкет (выплескивается). || Подр. мгновенному движению садящегося, ложащегося или падающего. КС. Хырăмĕпе лап выртрĕ. Сред. Юм. Мана корчĕ те, лап! выртрĕ. („При этом лап не означает звука при падении, а самое действие). Шорк. Пылчăк çине лап! татăлса анчĕ. Ст. Айб. Куçма кĕрӳ кускалать, Лапата кĕрӳ лап ларать. (Çатма çинче икерчĕ пĕçерни). || Подр. бросанию тяжелого предмета. Ст. Чек. Лап! пăрахат (бросит сразу). N. Ку ача амăшне пĕр ала йĕппе лап! тутарать, тет те, веç чиккелесе вĕлерет, тет. || Подр. удару (хлопанью). Альш. Амăшĕ алăкран тухат та, кукша капкăнĕ амăшне лап тутарат, тет. Шурăм-п. № 6. Арăмне пуçран çапуççипе лап! тутарчĕ. Альш. Кашкăр кĕрсенех, кашкăра аякран лап тутарнă. КС. Аллипе лашана купарчинчен лап! çапрĕ. N. Ашшĕн çăварне лап хупласа лартрĕ. || Подр. ударам бьющихся волн. Сред. Юм. Пĕчикрех хомсĕм лотка хĕрне лап, лап! пырса çапнаççĕ (= çапăнаççĕ). || Подр. хлопанью крыльев. Юрк. Çав вăхăтра кашта çинче ларакан автанĕ çуначĕсемпе лап, лап, лап! тутарса çапса илет. || N. Лап сур (плюнь).|| Подр. тяжелому ступанью по плоскому предмету. Алших. Лап-лап! çĕре ан пусăр: çĕр кисренет, тиеççĕ. || Подр. тяжелому бегу. Сред. Юм. Лап-лап! тутарса чупса кайрĕ. Побежал тяжелой рысью. Ib. Пирĕн лаша чупайрать-и-мĕн ôлă? Лап-лап, лап-лап! туса пырать, онпа мĕн чôлах аякка кайăн? СТИК. Пĕчĕккĕ ача, чуппи (бег) килĕшет, вăл темле çăмăллăн чавтарса пырат; пысăк çын вара лапăстатса пырат. („Лап-лап“ выговаривается соразмерно шагу; если шагает — редко, если бежит — скоро. Выражение впечатления при виде неуклюжести бега, неуклюжести фигуры, а также и звук, производимый ногами“). || Подр. звуку, который слышится, когда трясут шапку, взяв ее за тулью. Сред. Юм. Шапкана тӳпинчен тытса силлесен, лап-лап! туса силленет. || Подр. звуку неожиданно лопнувшего льда. К.-Кушки. Шыв тулнипе пăр лап! çурăлса кайрĕ. || Подр. кипению каши (хлопанью пара). Изамб. Т. Вир пăтти вĕренĕ чухне лап-лап! туса вĕрет. || Подр. моментальному погашению света. Хрест. Куçук çавăнтах ламппине лап! сӳнтерсе лартрĕ. Сунт. Пӳртре ламппă çути лап! сӳнсе ларчĕ. N. Çав вăхăтрах килти çунса ларакан çуртасем икĕш те лапах сӳнсе ларчĕç, тет. (Сказка). Сред. Юм. Пирн (= пирĕн) лампă чипер ларнă çĕртех лап! сӳнчĕ ларчĕ. N. Çутатса пыракан хунарĕсем лап сӳнчĕç. БАБ. Лап сӳнсе ларчĕ (огонь). См. тимĕр карта. || Подр. широким вспышкам молнии (как будто с глухим звуком). N. Çулахи çĕрсенче шевле (зарница) лап-лап çиçет: темĕскерле ăшшăн туйăнать те, тӳлек туйăнать. || Плашмя. Орау. Лап выртни („ляпа“) сан пултăр, эпĕ шĕвĕр пуçне („тыку“, т. е. с острого конца) йышăнап. (Так сговариваются игроки). || Как раз, совершенно. Якейк. † Çак нуштана корасса воник çолтах тĕл(л)ĕнтĕм, çирмик (= çирĕм ик) çолта лапах килч. Яргуньк. Чу кайăп, лап анăп, мăнтăр купи купалăп. (Кăшăл сăвăрни). Баран. 19. Акă, хайхи каçхи тĕттĕм хаяр вăрçса чикĕшес хире лапах килсе хупларĕ. БАБ. Хăй ăшне лап хупласа илчĕ. См. яр. Шорников. Лап хуратăп (какое-то выражение в игре в камешки, шакла). Янш.-Норв. Уяр! уяр пулать пулсассăн, вĕл вĕçсе кай; çăмăр çăват пулсассăн, лап (лап, п неозвонч.) ӳк. || Как раз (сильнее, чем лăп; выраж. неожиданность). N. Çав капкăн çапнă кашкăр умне лапах тухрăм. 93 çул, 24. Çимуртен лап çав чирлĕ çын патĕнче пулнă. Пшкрт. Холара лап пĕр эрне порăнтăм. КС. Эп вăл çитнĕ çĕре лап çитрĕм. Я как раз прибыл к его приходу. N. Çирĕм тăватă сахат хушшинче çĕр лапах пĕрре çаврăнса çитет. Регули 1350. Лапах выртать. Лапах йорать. || Совсем; точно. Чăв. й. пур. 23. Çав усрама илсе ӳстернĕ ывăлĕ ăнсах кайман, шап лап ăслах мар Сятра: хы̆нџа-ш̚и лап ŏжŏтсак jарат? Когда же будет совсем (понастоящему) тепло? О сохр. здор. 49. Аша пирĕн е лапах пĕçерсе, е ăшаласа (шарку туса) çиеççĕ. N. Хăлха лапах питĕрĕнсе ларать. || Точь-в-точь. Якейк. Лапах охмах эс. Ib. Эс лапах пирн ялти „Петĕр: калаçса колни та, йорлани та, ташлани та, сан çиллӳ те оннешкелех (как у него). || В самом деле. Хорачка. Лери халăх калат: верно, конта порнса, лапах конта порнсаç кусам, тет. || Шибач. Лапах польчĕ. Оказалось совершенно верным. СПВВ. ТА. Лапах-и? = Чăнах-и? (т. е. правда ли это?).

лап-лап

подр. пыланию широкими и плоскими языками. ГТТ. Лап-лап хыпать (пламя). || Подр. шлёпающим шагам. СТИК. Лап-лап пусса пырат. Шагает шлёпая.

лаплат

грузно падать, хлопнуться. Орау. Инке калинккерен тухнă чухне такăнса (запнувшись), лаплатса ӳкрĕ-çке! (на сухую землю). См. леплет. Ib. Паян пĕре лаплатса ӳкрĕм те, пĕтĕм ăш-чик тапранчĕ (на сухом месте). Ib. Лаплатса ӳкрĕ. Хлопнулся плашмя. Халапсем. 5. Турачĕпе пĕрле хăй те çĕре лаплатса ӳкет. Ст. Чек. Пычĕ-пычĕ те, лаплатса персе анчĕ (шибко упал). || Никит. Çавăнта кайса лаплатса çӳрерĕм-ха (прохлопал, прослонялся), йăлт ывăнтăм. || Хлопать крыльями. Сред. Юм. Пысăк кайăксĕм лаплатса вĕçеççĕ („показывает медленное движение крыльями“). || О лампе. Сред. Юм. Лаплатса тăчĕ те, лап! сӳнейчĕ.

лап çĕре!

хлоп в землю! (магическое слово). ПТТ. Вара тепле пĕр пĕлекен çын: ачасем! тухат-ĕçке ере! часрах кашнайĕ: лап çĕре! тесе, улăм пĕрчи пăрахăр, тенĕ. Пурте хăпăл-хапăл: лап çĕре! тесе, улăм пĕрчи татса прахнă та, Питĕркке тухас çĕртен каялла анса кайнă.

лап

лощина, ложбина, низкое место, низменность, равнина. Ст. Чек. Унăн лапра тырă аван пулнă. В низине у него был хороший урожай. Ib. Юхлă лапĕнче. В низменности р. Яклы. Альш. Лапрах çĕрсенче чул сарса тухнă (устлано к.). Пазух, пирĕнех те хирсем пит лапах мар, пăлан тьыхи выртас çĕрсем мар. N. Лап çĕре анса, унта та çапла тем масарсем шыраса çӳрет. Собр. Асамат кĕперри лапра пулсан, çумăр пулат (противопод. чике?). || Кучка, местечко, участок. Хурамал. Пыраттăм-пыраттăм çулпалан, пĕр лап (= ушкăн) çырла тĕл пултăм. Юрк. † Çеçен хирĕ варринче çырла лапĕ, пĕрне татса çисе пулмарĕ. Ст. Чек. Кăмпа лапĕ, çырла лапĕ, „колония грибов, ягод“. || Низенький. В. Олг. Лап пӳрт, низенькая изба. || Плоский. Богдашк. † Лап мунчанăн тăррине тапнă-тухнă вĕлтĕрен. || Неуклюжий. || Плоский (о лаптях). Трхбл. Лап çăпата çутă пуç, çинçе пилĕк хура куç. (Ламппă). Рак. Лап çăпата, çутă куç. (Хăй çути). Альш. Лап çăпата, çутă куç. (Кăраççин). Т. II. Загадки. Лап çăпаталлă, çинçе пилĕклĕ, тăватă сăмсаллă, хĕрлĕ кикĕриклĕ. (Хăйă чикки). N. Лап çăпата, çинçе пилĕк, çутă пуç. (Хăйă чикки). Собр. Лап çăпата, çинçе пилĕк, хĕрлĕ сăмса. (Хăй чикки). N. Лап çăпата, çинçе пилĕк, çăлтăр куç. (Ламппă). || Повидимому, назв. сплошной, одинаковой вышивки. СТИК. Лап — название узора. Различные узоры у чуваш носят разные названия по сходству: 1) чăхă ури, 2) чĕрнелĕ ура, З) автан, 4) лап — сплошь без узоров.

лап-аслăк

навес, сарай с плоской крышей. СТИК. „Лап-аслăк“ пристраивается зимою к аслăк’у (к сараю).

лап-лап

пятнами, островками. Лашм. † Лап-лап çерем, лап çерем, хытăрах таптăр лашисем. N. † Лапка-лапка юр çăвать, лап-лап çĕре шуратнă. Турх. Лап-лап юрсем анчах юлнă. Ib. Лап-лап юрсем кĕмĕл пек шурă. К.-Кушки. † Таяпанăн хирĕнче лап-лап хура пурĕ-çке. Тайба Т. † Çакă ялăн хирĕнче ыраш сайра, тиеççĕ; суя мар иккен, чăн иккен лап-лап хурасем те пур иккен. Кĕвĕсем. Мертлĕсенĕн хирĕнче, ыраш пулмас, тиеççĕ; суя мар иккен, чăн иккен, лап-лап хура пур иккен. Сборн. по мед. Унтан часах мăйĕ çине, кăкăрĕ çине, çурăмĕ çине лап-лап вĕтчеççĕ хĕрлĕ шатра тапса тухать (пятнами выступает мелкая сыпь). Нюш-к. Çуначĕ çинча лап-лап шурă пур (имеются белые пятна). Сред. Юм. Пирн ана çинче лап-лап тыр шăтман. На нашем загоне местами хлеб не взошел. || Ск. и пред. 85. Хирте ака айĕнче çерем лап-лап касăлать. См. Paas. 81.

лап

усил. частица; встр. в сложении: лап-лапчăк.

лап-лапчăк

совершенно плоский, низкий. Якейк. Онăн сăмси лап-лапчăк (совершенно приплюснутый). N. Пĕр лап-лапчăк лотра хорама (совершенно низкий).

лап

встр. в сложении: лап-тĕрĕслĕ.

лап-тĕрĕслĕ

порядочный (см. путлĕ). Ятман. Ан охмахланса çӳре; кăт лап-тĕрĕслĕ пол!

лап-тĕшлĕ

(тӧ̆шлӧ̆), то же, что лап-тĕрĕслĕ. Шарбаш. Лап-тĕшлĕ, сносно. Ib. Лап-тĕшлĕ пол! Будь порядочным!

лапа

(лаба), низкое место, низменность. Шашкар. Шибач. Лапа-лапашка. М. Яльчики. Плуг вăл пур çĕре те: лапарине те, хыттине те кăпăшкарат сухалать. Альш. Лапалла, по направлению к низменности, под гору. Шорк. Ĕнене Хорăн Лапине хăваласа яр (раньше там были березы). Пшкрт: сан уды̆зам с’а лаβара ты̆тараччы̆ (или: çа лапра). См. лап. Ск. и пред. 59. Таçта лапара çĕр каçнă пулĕ... тумтирĕ пылчăклă, хуралса пĕтнĕ.

лапак

(из лап+ах), точь-в-точь. Тяптяево. Лапак çапла, точь-в-точь так.

лапăртат

некогда – понуд. ф. ог гл. лапăрта. || Бултыхаться. Чув. пр. о пог. 232. Хур шыв çинче ишсе çӳренĕ чух чăмса лапăртатсан, çăмăр пулать. Если гусь, плавая, бултыхается и ныряет, будет дождь. || О неправильном полете. Сред. Юм. Çôначчине амантнă (повредившая) кайăк чипер вĕçеймес, лапăртатса вĕçет. || КС. Кайăк лапăртатса вĕçсе карĕ (полет большой птицы; более слабое подр.— лăпăртатса). || Возиться над чем попусту. Череп. Плохой микроскоп можно дать ученикам „лапăртатса ларма“, т. е. для препровождения времени. || Возиться в грязи. Ст. Чек. Ачасем кӳленчĕкре лапăртатаççĕ. N. Шыв хĕрринче лĕпĕш лапăртатать; лапăртатнăçеммĕнех путать Вăл. || Плескать водой, грязью. Изамб. Т. Ачасем çумăр хыççăн пылчăкпа лапăртатаççĕ (пачкаются в грязи). Сред. Юм. Пĕчик ачасем мунчара шывпа лапăртатаççĕ. || Вести неприличную болтовню, болтать. Череп. В. Олг. Лапăртат, говорить нехорошие вещи. Ст. Чек. Лапăртатас — кирлĕ-кирлĕ мара калаçас. Ib. Ан лапăртат! Пшкрт: пустоj лаβрдатат (болтает). Ib. Пустой лап(-β-)ăртатса ларан! (= кирлеми соясам соляса ларат). Ала 85. Апай, мана пĕр аршăн пир пар та, кутамкка çĕлесе пар. Кăна илтсен, ăна амăшĕ: мĕн ухмаха еретĕн эсĕ, ан лапăртасса çӳре! тенĕ. || Биться (о птице). КС. См. çапкалан. Сред. Юм. Пуснă (заколотый) алтан лапăртатать.

лоп

(лоп), подр. хлопанью. Б. Олг. Кайăк юинчен (= йăвинчен) вĕçсе тохса карĕ: лоп, лоп, лоп, лоп! (хлопая крыльями). || Шибач. Лоп! ӳкрĕ. Б. Олг. Лапрашне лоп! кайса ӳкрĕ. Шорк. Çерем çине лоп! чăсăлса анчĕ. Чураль-к. Вăр-вăр лоп! (Йытă выртни). Панклеи. Карчăк хырăмĕ лоп! çорăлса карĕ (лопнуло). Тюрл. Лоп сӳнет. || Как раз. Шибач. Лоп çав хĕр патнех тохрĕçĕ. Они вышли, как раз к этой девушке. || Шибач. Лоп-лоп тăман çăват. Идет крупный снег. В др. говорах лап.

лупашка

(лубашка, Пшкрт: лоβашка), углубление, яма. Чирич-к. Лупашка урлă каçнă чух, ура шурĕ те, пылчăк çине лап! турăм. Ib. Лупашкă урлă каçма тăтăм та, ура шуса, шыв çине шап! турăм. Кĕвĕсем. Лупашка та тĕмеске, Мертлĕ çулĕ мар-ши çав? К.-Кушки. Лупашка-тĕмеске (буераки, буераги) анчах, путлĕ тырă пулмас. Орау. Чул ун çине катăлса анчĕ те, анчах, телейне кура, чулин ун çине пусса выртас енче лупашка пулнă; вара, лăп таканана хунă пек, çынна хупласа хучĕ те, леш сывах юлчĕ. Скала упала на него; но, к его счастью, на той стороне, которою она навалилась на него, в ней было большое углубление, и он остался цел. Календ. 1911. Анчах вырăнĕ-вырăнĕпе чăвашсем тирĕслĕке ана çине тăкас вырăнне лупашкана е ял çеремше кая-кая йăвантаратьчĕç. N. Кайнă чух унăн пĕр лупашка урлă каçмалла пулнă. Альш. † Лупашкари вĕт турпас сикет-сикет, тухаймас. ЧП. Çакă лупашкана мĕшĕн анас? Сулхăнпа пиçнĕ пĕрлĕхеншĕн. Орбаш. Алтăр айĕнче автан авăтат. (Ут ури лопашки! чăриклатни). || Овраг (небольшой). В. Олг. Лопашка = çырма. МПП. Лупашка, овраг. С. Тим. † Лупапжкана ан тухат (не бросай околдованные вещи): лупашкана тухатсан, кантăр пекех тыллăпăр. || Борозда. КС. || Лужа. || Назв. дер. в Алик. р.

лӳппер

(лӳппэр), неподвижный, неповоротливый, напр. лошадь, человек (а „мĕшĕлкке“ — копотун). Ст. Чек. Сборн. по мед. Ӳсессе вĕсем лӳппер, имшер, вăйсăр пулса ӳсеççĕ. Этем йăх. еп. пуç. кай 42. Лемурсем çĕрле çӳреççĕ; вĕсем лӳппер, упăтесем пек çăмăл мар. Сред. Юм. Лӳппер — хăвăрт ôтса çӳремен çын. Хурамал, Городище. Лӳппер, вялый. Тюрл. Лӳппер, лентяй. Н. Седяк. Лӳппер = юлхав. N. Лӳппер утать. Шагает тяжело, неестественно, лениво. СПВВ. ФВ. Лӳппер — юлхав çын; чут пӳне йăтса çӳрекен çынна калаççĕ. Орау. Лӳппер (= кăнттам тыткалать), неловкий, неуклюжий; неповоротливый, крупного сложения. СПВВ. ЕС. Лӳппер — ури аллисене лап-лап пусса çӳрекен çын. СПВВ. ФИ. Лӳппер — йывăр çын, аран хăне хăй чух сĕтĕрсе çӳрекен (иначе: палван, кĕсмен). Н. Уз. Лӳппер [употребл. и в шутку, любя (юратса)].

лăп

(лы̆п), низина, лощина. С. Дув. Лăпра улма йывăçĕ, ларса юлчĕ шăпчăкĕ. N. Вăл пĕр çынна илсе çырма патĕнчи лăпри чăтлăха аннă. N. Çак лăпран пуçне ăна (медведю) ниçта выртма та вырăн çук. См. лап.

лăп

(лы̆п), подр. хлопку (хлопанью, не сильному). Толст. Çуначĕсене лăп-лăп çапрĕ те, вĕçсе кайрĕ (ласточка). Шел. 48. Ĕнсе панчен лăп-лăп-лăп пĕрне-пĕри ачашлаççĕ (похлопывают). Б. Олг. Виç четверттаклăх тенкĕ (три четвертака) кăларса парчĕ, тӳртрен лăп-лăп-лăп! çапрĕ: торă полăштăр сана, ачам, слушит (-т’) туса килмешкĕн аçу-апу томне! Чăв. ялĕ. Пилĕк-улт ĕрет витсессĕн, виттине кĕреплепе тарăнрах тураса, урлă-пирлĕ улăмсене майлаштарса хураççĕ, çиелтен йăвăç кĕреçепе лăп-лăп çапса якатса хăвараççĕ. || Подр. реверансу. ЧС. Çĕн-çын (молодуха) вара лăп-лăп лапчăнать. || Подр. миганью. В. Олг. Лăп-лăп турĕ куçĕпе. || Как раз; точь-в-точь, ровно. КС. Лăп анчах тăрантăм. Только хватило на то, чтобы насытиться. Ib. Эп çитнĕ çĕре вăл та лăпах çитрĕ (подоспел). Ib. Лăп пĕр сахат. Ровно час. Толст. Çеклисене ункăсене (в кольца) лăп кĕрсе лармалла тунă. Чăв. йум. 1919, 19. Тапалана-тапалана мăй таран (по шейку) лăп кĕрсе ларчĕ. Ib. 26. Лăп çурçĕр çитсен, Атăлтан шыврисем (водяные духи) тухрĕç. Малт. шк. вĕр. фиç. 38. Иккĕшне те тӳп-тӳр кĕтес тусă, лăп вăта таран кукăртăр. Ст. Чек. Лăп выртат. Плотно прилегает. Якейк. Краççин(-н) панă чох вăл яланах лăп анчах парать (дает в обрез, лишнего не отвешивает и не недовешивает). НТЧ. Ĕне пăрулани лăпах пĕр эрне çитсессĕн, ирхĕне вут хутса, икерчĕ пĕлĕм пĕçереççĕ. Çутт. 114. Лăп кăнтăрла мĕлке кĕскелнине виçсе... См. в этом зн. шăп, лап. || Усилит. частица при образов. превосх. ст. См. лăп-лăпă. || Сразу, совсем, совершенно. N. Çил лăпах чарăнчĕ. Ветер совершенно прекратился. Кильд. Ăша сăмах калинччĕ, ăшăм лăпах выртăччĕ (я успокоился бы). Малт. шк. вĕр. фиç. 70. Лăпах сӳнет. N. † Сарă та вăрăм хĕрсене çума тытса выртăттăм, хуйхăма лăпах пусаринччĕ. Кан. Çак çӳркунне кĕпере çуррине лăпах çурхи шыв юхтарса карĕ. Утăм № 1,26. Паян ир юман пуçне уснă, паян ир кашламасть кăлăххăн; ун çине шурă юр лăпах пуснă, ларать вăл авăнса тăлăххăн. Малт. шк. вĕр. фиç. 21. Лăп чӳкенмен шывра тĕпренчĕкĕсем витре тĕпне лараççĕ.

лăп-лап

(лы̆п-лап), подр. неодинаковым и нечастым ударам (напр. цепами), небрежной походке и т. п. Е. Орлова. Лăп-лап, лăп-лап тутараççĕ, иккĕн-виççĕн анчах çапаççĕ полмалла. Собр. Лăп-лап хур ури, чăнкăр-чанкăр чăх ури. (Кĕсле калани). М. Яник. Лăп-лап уткаласа çӳрет. Ходит развалистой походкой. || Кое-где. Шорк. Олăмне паярки-паяркипе лăп-лап (кое-где) пăрахкаласа çӳренĕ. || Кое-как. Орау. Унăн пурнăçĕ лăп-лап çитсе анчах пырать (кое-как живет). Изамб. Т. Урине лăп-лап сырнă (неаккуратно). Ib. Урине лăп-лап пусса çӳрет. Чертаг. Лăп-лап хôрса тиянă (слабо наклал, неплотно). Якейк. Лăп(лы̆п)-лап çыхнă. Связано слабко, неплотно. || Назола. Айдар. (Марп. р.) Арăмĕ: тинех лăп-лап пĕтрĕ-ха, терĕ, тет. Его жена сказала: „Наконец-то мы избавились от назолы“. || Болезнь, сор. М. Яник. Лăп-лап, 1) сор, 2) всякая болезнь, 3) подражание. Сред. Юм. Лăп-лап, сор. || Назв. духов. Аттик. Пичче ĕçнĕ шыв юлашкине, таткаланă çăкăрсене, анне çул тăваткĕлне кайса тăкрĕ... Çул тăваткĕлне ăна лăп-лап вырăнĕ теççĕ. Çавăнпа лăп-лап пăрахнине çавăнта кайса тăкаççĕ. Ib. Лăп-лап (головная боль, приключилась от хождения по вилĕ турпассисем). Ib. Анне: апла пулсан, сана лăп-лап çапăнман-ши? Матюк апая пăрахтарса пăхас-и тен?.. Михаля! Матук аппуна кайса чĕнсе кил-ха, лăп-лап пăрахтарса пăхар, терĕ... Чĕнсе килсен, анне ăна: çак ачана, лаша хăвалама кайсан, тем лăп-лап çапăннă тем чир, пăрахса пăхан-ши? терĕ.. Матюк аппа лăп-лап пăрахнипе чĕрĕлмерĕ вара çав пичче. Шурăм-п. Санăн лашу урисене лăп-лап çыхнă, тет. Эсир нумай пулат пулĕ ăна паманни, вăл сире çиленнĕ, ку лаша хыççăн ытти выльăхсене те пăсать вăл, тет. Часрах парас пулать, вара каçарĕ (простит). N. Лăп-лап çапăннă. Поразила нечистая сила (души людей, умерших неестественной смертью). Сред. Юм. Çын чирлесен; арçӳри пикки çыпăçнă поль, тессине: лăп-лап çыпăçнă пôль, теççĕ.

лăпă-лапă

слабкий; неполный. Е. Орлова. Алăк хăлăпĕ (или: атă) лăпă-лапă пошанса кайна. || Сред. Юм. Лăпă-лапă тесе, ӳсĕрлсе çӳрекен çынна калаççĕ. || Етмен-к. Лапă-лапă, не совсем полный. || Сĕт-к. Лăпă-лапă (кое-как) çикаласа (закусив) тохнăскер, хырăм часах выçрĕ. См. лăп-лап.

лĕп

(лэ̆п), подр. мягкому, плавному хлопанью (мягче, чем лăп-лап). А. Турх. Çуначĕпе лĕп-лĕп тутарса, пĕр вырăнта выляса вĕçсе тăрать (хĕрхӳ). || Подр. шелесту листьев. Турх. Йывăç çулçи, хумханса, лĕп-лĕп туса ал çупать. || Подр. морганию. Суюп. Куçлăхне тасатнă хушăра, куçне лĕп-лĕп! хупкаласа, алăкран кĕрекенсем çине пăхкаласа илет.

макăлтат

(магы̆лдат), плестись, итти с трудом. Эльбарус. Çырма тĕпне макăлтаткаласа çитрĕм те, пăхап çӳлелле. КС. Макăлтатса (с лаб. „а“ первого слога) пырать (о еже: идёт). || Галдеть, болтать. Орау. Вăт тутарсем макăлтатаççĕ! (гов наблюдающий зритель). Ишь как галдят татары-то! (т. е. словно татары). || Бормотать. Шурăм-п. Вăл (юмăç), макăлтатсан-макăлтатсан: санăн лашу урисене лăп-лап çыхнă, тет.

макçи

(макси), неизв. сл. в загадках. Синерь. Çĕрти макçи кăвакçи. (Ереке). Ст. Шаймурз. Макçи, макçи, çĕрте макçи, утмăл турат йывăççи (,) çинче пилĕк (,) лап çăпата, çутă пуç, (Хай çутти, хăй чикки).

йĕр

(jэ̆р), след. Альш. Тӳн-тӳрĕ йĕр хывать (против. кукăр-макăр çул тăват“). Прокладывает прямой след. Регули 1285. Йĕрпе топрăм сире. Я нашел вас по следу. Изамб. Т. Ваçлей, йĕрпе кайса, лашине çавăтса килнĕ. Василий пошел по следам своей лошади и привел ее. Ч. К. Ырă ут килет ыткăнса, ырă урхамах йĕрĕпе. N. † Лап-лап çерем лап çерем, лан çеремрен шыв юхат; йĕрне йĕрлес терĕм те, тарăн курăк тĕнĕнче. Хĕрлĕ Урал № 10, 1921. Арăм пырса çитнĕ çĕре Купис Кĕркури патĕнче сурăхсем йĕрĕ те çук. Орау. Вăсам патне йĕр пынă. К ним привели следы (при краже). N. Патша, хĕрĕ йĕрсĕр (бесследно) çетнине пĕлсен, питĕ хуйхăра пуçланă. Ч. П. Хура сăсар тухнă, йĕр тунă (проложила след). Б. Янгильд. Çак пĕчик мулкачă йĕри сăрт çуммипе каят. Следы этого, маленького зайчика идут вдожь горы. || Переносно. Ст. Чек. Пĕрев упăшки вăрă, арăмне те вăрлама вĕрентет: арăмне хăй йĕрнĕ пустарат (заставляет жену следовать своему примеру). Собр. 32°. Усалăн йĕрне ан пус, теççĕ. С. Акă çавах хам йĕре ӳкертĕм! || Линия, черта. Альш. Хĕрĕ-каччи, пĕр йĕре тăрса (встав в одну прямую линию), урама урлă шăнăçаймасан, ик-виç ĕрет пулса, пĕр ĕрет хыçĕнчен тепĕр ĕрет, пыраççĕ (идут в хороводе). N. Шыва чул пăрахрăм та, шыв йĕри-тавра йĕр-йĕр туса картланса кайрĕ. Кинул в воду камень, и в воде образовались круги. || Полоса. Кивĕ-ял. Йĕр — полоса, напр., семян, насыпанных на столе. СТИК. Йĕр-йĕр тăрăх («говорят про полосатую рубашку»). Орау. Çурăмĕ тăршшипех, пĕр ал-лапки сарлакăш, кăвак йĕр анать. По всей спине (на теле) идет синяя полоса шириною е ладонь. Ib. Йĕр-йĕр хĕрлĕ (с тонкими красн. полосами) кĕпе-йĕм. Ib. Тутарсем йĕм(ĕ)сене йĕр-йĕр хĕрлĕ япаларан çĕлеççĕ. Ib. Такăш пушăпа тивернĕ пек, çамки урлах хĕрлĕ йĕр выртать (или: каçать). || Строка (в лапте). Сред. Юм. Çăпатан пĕр йĕр тальчĕ (= татăлчĕ), халех тăпăлса тôхать ак. Одно лыко (у лаптя) износилось, скоро и другие износятся. || Тропа. Юрк. Карташне тăманпала юр тулнă, выльăхсене çӳреме йĕр çук (нет тропочки для скотины). N. Çав вăкăр мăйракипе йĕр турĕ, тет, чĕрни вĕçĕпе çул турĕ, тет. (Такмак). Кĕвĕсем. Анкартисем хыçĕнчен епĕ йĕрсем хыврăм, Раштав тăманĕсем пытарчĕç. Буглульм.? Евчĕ килне йĕр хуçĕ (бык). || Строка (в книге). Белая Гора. † Аттеçĕм ларать-çке сарă тенкелли çинче, илнĕ аллине хăйĕн кĕнекине; пĕр йĕрне вулать, хал те макăрать. || Надрез. Юрк. Касса йĕр тусан, кĕпине çурса илеçсĕ. ||. Б. Олг. Йĕрне çĕтер (у КС. — йĕрне çĕттер), привести в беспорядок. См. йохăн. Основание, причина. Б. Олг. Пăхнă вăл çа теляна (делянку), пĕлнĕ; çа пĕлнĕ йĕрпе, она исе прахрĕ, туат çĕр çитмĕл пилĕк тенкĕ парчĕ. Б. Олг. Мĕн йĕрпе кисе? Зачем пришли?

васам

(вазам), лощина. Каша. † Кайăк хурĕ васамра, мамăк(ĕ) ăçта? — лавккара. Тайба Т. † Куккук ăçта? — Васамра. Юрк. Васамсенче çĕрле темĕн чухлĕ тĕтре тăрсан, хĕвел тухсан саралсан, çанталăк аван пулассине пĕлтерет. Ib. † Атăл пăрĕ каят хусканса, васамтан (так!) васама чарăнса (останавливаясь то у одной дощины, то у другой). Ст. Чек. Васам, лап пырат. Ib. Пирĕн ана васам-кăначчĕ. Хурамал. Васам çĕр = путăкрах çĕр. || Борозда. Сĕрмст. Васам = ака йăранĕ, суха йăранĕ. || Обрыв. Карсуп. См. васан.

виле

(вил’э), мертвец, покойник. N. Виле пур çĕре ăмăрт-кăяксем пухăнĕç. Аттик. Çакланса вилнĕ виле, шăнса вилнĕ виле çакна ĕççе çисе кайтăр. (Наговор против лăп-лап). Ч. С. Сирĕн кӳршĕрен нумаях пулмаçть пĕр виле тухнă (был покойник). Сборн. по мед. Пысăк ялсенче час-часах ача ашшĕ-амăшĕсем масар çине виле хыççăн виле çĕклесе каяççĕ (уносят на кладбише покойника за покойником). Макка 188. Çурта урăх виле ан кӳрт, теççĕ (говорят при выносе покойника, ударяя гробом о дверь). Орау. Пĕр килтен кăçал виçĕ виле туххăр те, çтан пурнан? (просто жить невозможно). Чăвашсем 8. Виле тытнă. Явилась болезнь (напущенная мертвецом). Сир. 65. Виле ирсĕрĕнчен çăвăнса тасалакан каллах виле ярса тытсассăн, çăвăннинчен мĕн усси килмелле ăна?||Труп животного, падаль. А. Турх. || Альш. Виле çуралнă ачана çĕре пытарăççĕ.

вилĕ туйĕ

дождь, идущий сквозь солнце. Альш. Хĕвеллĕ çамăра вилĕ-туйĕ теççĕ. || См. Магн. М. 186, 190. Аттик. Вырăс вилли туйĕ, чăваш вилли туйĕ, çакна ĕççĕ-çисе кайтăр. Пĕрветенски вилли туйĕ, çармăс вилли туйĕ çакна ĕççе çисе кайтăр. (Наговор против лăп-лап).

вир-кайăкĕ

вир кайăк, божья коровка. Изамб. Т. Вир-вир кайăк, вир кайăк! уяр пулас пулсан, вĕççе кай, çумăр пулас пулсан, лап ӳк! (= çĕре ӳк).

вăл

подр. более или менее мощному колебанию. Собр. † Сĕм вăрманта кук авăтат, вĕрене йăвăççи вăл-вăл авăнать. Бугурусл. † Аслă улăхра куккук аватать, çирĕк тăрри вăл-вăл авăнать. СТИК. Ламипа вĕртĕм те, вăл-вăл турĕ те, лап сӳнчĕ. (Выражает движение огня в лампе). Собр. † Пирĕн пуçсем çине тăшман таптат, çинçе пӳçĕм вăл-вăл авăват. См. Паас. 200.

ыйхă

(ыjррры̆), сон. Микуш. Пĕтĕм выльăх çывăрса карĕ, тет, ĕмĕр вăранми ыйхăпа. Ч. Й. Вăрантăн-а, тăван, ăшă ыйхăнтан? Сир. 59. Çисе тăрана пĕлми çын ыйхăсăр асапланать. Сир. 57. Мул-пуянлăха пăхасси ыйха вĕçтерет. † Пылтан тутлă ыйхăсем татăлать. Дик. леб. 48. Вăл çывăрайми пулнă, ыйхи тарнă, ахаль анчах çывăрнă пек туса выртнă. Лап-к. Çакăн питĕ ыйха çывăрас килнĕ. Урож. год. Ун та ыйхи вăранчĕ. Шурăм. № 19. Ыйхă тутлă пулмалла, тăрасшăн мар. || В Çатра — ыjҕы̆ «сон», но ыjы̆к килэт «хочется спать».

ыр-хаяр

(х̚аjар), назв. духов. Аттик. Çĕрле çӳрекен ыр-хаяр, кăнтăрла çӳрекен ыр-хаяр, çакна ĕççе-çисе кайтăр. (Из наговора против «лăп-лап). Цив. Е... ха... мĕн!!! ыр-хаяр çакланнă-çке-мĕн сана! (Из записи А. Етрухина «Чăваш чирĕ», 2) Следующий отрывок взят из не оконченной рукописи М. В. Шевле «Авалхи чăваш ялисем» (1907 г.). Авалхи чăвашсем, Христос тĕнне кĕнĕ пулин те, хăйсен тĕнне хытă тытнă, ăна халĕрех-çих пăрахнă. Авалхи чăвашсем ĕненнĕ тăрăх пĕрех турă пулман, вĕсен турăсем тăхăр ушкăн пулнă, кашни ушкăнĕнче тăхăршар турă пулнă. Вĕсем пурте пĕртан пулман, первайхи ушкăнрисем аслисем пулнă, иккĕмĕш ушкăнрисем кĕçĕнтереххисем, виççĕмĕш ушкăнрисем тата кĕçнерехисем пулнă, такки çапа еречĕпе пынă. Тăта кашни ушкăнра уйрăм асли пулнă, ун хыçĕнчен кĕçнерехисем пулнă. Çапа ĕнтĕ пирĕн авалхи чăвашсен турăсем тăхăр ушкăн пулнă, кашни ушкăнĕнче тăхăр турă, мĕн пурĕ 81 турă. Вĕсен хушшинче аслисем, кĕçнисем пулнине астусан, вĕсем 81-те турă пулман пулмалла, вĕсен хушшинчен нăмайĕшĕ святой пеккисем, ангел пеккисем-çих пулнă пулмалла, анчах ĕлĕкхи вавашсем вĕсене пурне те пĕрле турăсем тенĕрен, эпир те турăсем тейĕпĕр. Кашни туррăн хăй пăхса тăракан япала пулнă: Акă вĕсем: 1) Таса пĕр турă, пуринчен асли. 2) Пӳлĕхçе, пĕр турăран кĕçни. З) Тур-Амĕш. 4) Пихампар, пĕтĕм çынсене пĕлсе тăракани. 5) Хĕрлĕ-Çыр пĕртак пурнарахпа Св. Николая пĕлтернĕ, ĕлĕк тем тăвакан пулнă, паллă мар. 6) Çĕр-Йыш. 7) Çĕр-Ашшĕ. 8) Çĕр-амĕш. 9) Çĕр Сулу, çĕре сулса парсан илекени. Кама та пулин çиленсен, илĕ вăрççан, таса çĕрте вăрçнине каçар, манан (siс!) ан шыра, çавăнтан кайса шыра тесе тухса çăнăх вĕçтернĕ. Иккĕмĕш ушкăнĕ. 1) Ывăл-хĕр çуратакая турă. 2) Ывăл-хĕр çуратакан амĕш. З) Ывăл-хĕр çуратаканăн Пӳлĕхçи, тоже пĕлсе тăракани. 4) Хунхаççи (так и в черновике рукописи), ӳсен япаласене хуяаттаракани пулнă пулмалла. 5) Хумхаççи, хумхантарса лартакани. 6) Вĕри хĕвелтен сыхлакани. 7) Çил-ашшĕ. 8) Çил-амĕш. 9) Тăвăл çил çӳретекени. Виççмĕш ушкăн. 1) Тыр-пул çуратакан турă. 2) Тыр-пул çуратакан амĕш. 3) Тыр-пул çуратакан Пӳлĕхçи. 4) Выльăх-чĕрлĕх çуратакан турă. 5) Выльăх-чĕрлĕх çуратакан амĕш. 6) Выльăх-чĕрлĕх çуратаканăн Пӳлĕхçи. 7) Вĕлле хурт çур такан турă. 8) Вĕлле хурт çуратакан амĕш. 9) Пӳлĕхçи. Тăваттăмĕш ушкăн. 1) Хăмла хăпартакан турă. 2) Хусанта аслă алăкра выртакан ырă. З) Сĕвере выртакан ырă. 4) Шупашкарта выртакан ырă. 5) Аслă (илĕ кив) киремет. 6) Аслă Киремет Ашшĕ. 7) Аслă киремет Амĕш. 8) Аслă киремет хаярĕ. 9) Тӳр-кĕлли. Хусанти, Сĕвери, Шупашкартн ырă, тесе, святой ӳчĕсене каланă пуль. Киремет тесе çынна тытса хутлакан турра каланă, вăл пит усал пулнă, ăна тул çăнăхĕнчен сарçупа çăрса юсман туса панă. Киремет хаярĕ, киремечĕ хушсан, пырса хутлакани пулнă. Тӳр-кĕлли тоже çавăн майли пулнă. Пиллекĕмĕш ушкăн. 1) Çĕнĕ киремет. 2) Çĕнĕ киремет ашшĕ. З) Çĕнĕ киремет амĕш. 4) Çĕнĕ киремет хаярĕ. 5) Çил çунач. 6) Çил хаяр. 7) Хĕвел ашшĕ. 8) Хĕвел амĕш. 9) Хĕвел çунач. Улттăмăш ушкăн. 1) Çĕр-шу кĕтен. 2) Уй пăхакан. З) Шыв вăтăш. 4) Итем сыхчи. 5) Хĕрт-Сурт. 6) Турă умĕнче çӳрекен. 7) Хĕрлĕ-Çыр ырри. 8) Кĕлĕ алăк умĕнче тăракан. 9) Кĕлĕ алăк уçакан. Çиччĕмĕш ушкăн. Ку ушкăнта таврари ырăсене асăннă, çавăнпа эп кунта хамăр таврари ырăсене çырап. 1) Хыçалти Аслă ырă. 2) Юнсарти ырă. 3) Шултрари ырй. 4) Уй пуçĕнчи ырă. 5) Кив масар. Кив масар тесе Йĕршер панчи, тĕне кĕмен чăвашсене чикнĕ масара калаç. Вăл масар халь те пур, унта вилнĕ çын тăпри çине лартнă тем пысăкĕш чулсем халь те мăкланса выртаç. Çав чулсем айне тухатакан çынсем, çӳçсем, кĕпе çухисем вăрттăн касса, тата урăх япаласем те пуçтарса кайса чикеç, теççĕ юмăç карчăксем. Таврари ырăсем тесе вак-твек турăсене каланă. Вĕсене парне памасăр юраман, вĕсем парне памасан çулта-йĕрте вĕсен тĕлĕнчен иртсе кайнă чух хăратса çынна чирлетме пултарнă, парне ларакана тĕрлĕ усалтан сыхланă. 6) Аслă-Вупкăн, выльăхсене пăхса тăнă. 7) Арçӳри. 8) яхăх (ярăх?), кĕсен-çăпан кăларакани пулнă, ăна воздушный (хĕрлĕ пилĕклĕ) пренĕк пăрахнă, хĕш-чух çуршар, чĕрĕкшер пуслăхсем или нухратсем парахнă. 9) Турă-Сулу, турра сулса панине илекен. Саккăрăмĕш ушкăн. 1) Чĕлпĕр тытакан. 2) Итем перекечĕ. З) Уй перекечĕ. 4) Перекет амĕш. 5) Перекет ашшĕ. 6) Перекет паракан. 7) Шултра алапа шыв ăсса килекен. Чӳк тума хур или путек пуснă. Пусас япалана малтан шыв сапса силлентернĕ, силленет пулсан, Ырă ăна пахил илнине, силленмес пулсан, пахил илменине пĕлтернĕ. Силлентерме сапакан шыва Шултра-алапа шыв ăсакани илсе пынă. 8) Тăваççи. 9) Тăтхаççи. Ку кайранхи ик ырă мĕн тăваканисем пулнине юмăç карчăксем те пĕлмеç. Тăххăрăмĕш ушкăн. Ку ушкăнти турăсем мĕн-мĕн ятлисене, вĕсем мĕн япаласене пăхса тăнисене пĕлекен çынна эп ку таранччĕн тĕл пулман-ха, çавăнпа вĕсем çинчен нимех те калама пуятараймастăп. Хам шухăшпа ку ушкăнта тĕрлĕ лăп-лапсене, кăçта килчĕ унта, пахчасенче-мĕнте пулнă йăрăхсене, киреметсене, ар-çӳрисене, ячĕсене каласа асăннă пуль, теп. Авалхи чăвашсен праçниксем те хальхисем пулман. Мун-кун та аслă кĕçнерни кун пулнă. Кашни эрнере вĕсен пĕр праçник пулнă эрне кун, хальхи вырсарни кун вырăнне. Тата чӳксем пулнă. Ак вĕсем: Тăхăр хуран, Çӳлти кĕлĕ, Вăрăм пăтă, Çич кас масарпе аснакан чӳк, Çĕнĕ-тыр-пул чӳкĕ, Хĕрт-сурт пăтти, Сăра чӳк, Вупкăн çӳк, Çăмăр чӳк. Авалхи чăвашсен хальхи поптавраш вырăнне кашни ялта, тĕрлĕ чӳк йĕркисене пĕлекен çын пулнă, ăна чăваш мулли тенĕ. Чăваш мулли ахал, çынах пулнă, ăна никам та суйламан, кам кĕлĕ-йĕркисене лайăхрах пĕлнĕ, çав мулла пулнă. Мулларан урăх, кĕлĕ йĕркисене пĕлекени юмăç карчăксем пулнă. Вĕсем çын чирлесен чӳксем тунă, арçӳрисене çакăр тураса пăрахнă, тухса киреметсене, йăрăхсене сулнă. Вĕсем уншĕн укçа е пĕр пĕр япала илнĕ. Чӳк тунă чух малтан алăка уççа, алăк'' патнелле пахса пĕтĕм турра асăннă. Мулла, калпакне хул-айне хĕстерсе, аллинче çимĕç тытса тăнă, унпа пĕрле ыттисем те хĕш чухне мĕн çимĕс те пулин тытса тăнă. Алăк патнелле пăхса кĕл туса пĕтерсен тин тур кĕтессинелле пăхса сăх сăхнă, унччен сăх сăхман.

и

(чит. как долгое и), восклицание. Сред. Юм. И... эсир апла çӳретĕр мĕн-ха! Да, вон вы как ходите! Альш. Амăшĕ тухнă кусен хапхи умне: хапха уçать. И, эсир капла... Пукравра (на ярмарке) илмесĕр нимĕн те хăвармарăртăр! тет. Торп-к. Пус-килсем пĕре каланă, тет: и... çит пӳчу (надо: пичу?) пуçне çиякан! (= погубившая). Аттик. Вăл пырсан, пичче ал тымарсене тыткаласа пăхрĕ те: и! куна чăнахах лăп-лап çапăннă-ĕçке, терĕ. Якейк. И, корак ч...и (реnis) тăрăнман куçна! Килшĕнче пĕри паломми, мырă тата орăх япала пытарса хорсан, ăна тепри топса çисан, пытараканни: и, корак ч... и тăрăнман куçна! тет. Ашшĕ-амăшĕ. И! санăн турра ӳпкелемеллех мар, кĕрĕвĕсем санăн тăван ывăлсенчен те малта тăраççĕ. С. И! халччен вăл таçта та çитрĕ (укатил) полĕ! Эп томланман, вăл-и! кӳлсе тохса та кайнă. N. И, тет, ăйрă выранне ăйрă тата пулĕ, тет, йăмăк вырăнне йăмăк пулмĕ, тет. † Пире атте кĕтет поль, оя тохса тăнă поль. И, кĕтес çок, кĕтес çок, лаша кӳлсе парс (=парса) ячĕ (т. е. нам. Из свад. н.). Б. Бур. И турăм, пи турăм, çӳле кайрăм, çăмарта турăм. (Хăмла). || В песнях иногда не имеет особого значения. † Аллăм тулли йĕс çĕрĕ: И кĕмĕл-и-мĕн? тесе ытаççĕ; пĕвĕм илемлĕ, сăнăм хитре: и пике-им? тесе ытаççĕ. Альших. И, хăмăштăр хăмăштăр, хăмăш-тăрри симĕстĕр! † И, кив кантăр, кив кантăр! çурри таран çĕн кантăр! (h. e. geniculô tenus viridiôr est quôdam môdô atque nitidiôr). † И, уччана, уччана, юр çăват-çке пахчана. Альш. Тиркĕ, тиркĕ йăвача, эп çиеймĕп, кирлĕ мар; и, савмăсăр, савмăсăр, сирĕн пек вĕçкĕн кирлĕ мар! Лашм. И, пус вылять, пус вылять, пус кутĕнче хур вылять. Хвал. † И, вăштăр та вăштăр сивĕ çил вĕрет, — шăнатăп чун савни, кĕрĕкне пар! Янтик. † И, вĕт чĕнтĕр, вĕт чĕнтĕр, вĕтĕ те пулсан, шур чĕнтĕр. С. Абызово. И тат тарарат, та-ра-ра-ра-ра-рат, ая-яр, ай-яр, ай-яра! (Припев). Бел. Гора. Савнă тăван, и, кĕтнĕ те кĕтнĕ (меня), ай, ывăннă! Трехбалт. И, искентĕр, искентĕр, иирĕн атте куштантăр. Богдашк. И, ум иккен, ум иккен, умне ука тытнă иккен. † Аллăм тулли йĕс çĕрĕ-и, кĕмĕл-и-мĕн? тесе ытаççĕ.

им-юм

(имjум), жидкое лекарство. Альш. Им-юм илсе килтĕмĕр. IЬ. Им-юм ĕçет. || Лекарство. Н. Карамалы. Им-юм = эмел. СПВВ. ИА. Вырăсăн им-юм, чăвашăн вĕрӳçĕ чĕртет, теççĕ. У русских вылечивают лекарства, а у чуваш — знахари. Н. Изамб. Вăл имне-юмне çĕрĕк çăнатапа туртса килнĕ (Ашаматман-карчăк). Паас. Им-юм — заклинания, при помощи которых лечат болезни. || М. И. Петров. «Им-юм — тары-бары». || «Нечисть вообще» (т.-е. злые Духи). Кудемер. Им-юм — лăп(лôп)-лан. См. лăп-лап. Стеф. 18. Темĕн тĕрлĕ им-юм çулăхĕ. || Дрянь, т.-е. человек, не имеющий значения. Сред. Юм. Им-йôм = дрянь. IЬ. Çавăн йыш им-йôм та полса çынна канçĕрлесе çӳрет те, кули ытти канçĕрлемĕ. Если уж такая дрянь не дает (человеку) покоя, то что говорить о других! См. юм. || Порядок. Употребл.. в выражении: имĕ-йôмĕ те çôк, в беспорядке. Сред. Юм.

Олăк

(олы̆к), луга в низменности (лап вырăнта). Пшкрт.

Олăх çĕрĕ

назв. поля, расположенного на низменном месте. Сред. Юм. Çырма хĕрĕнчи лап çĕре сôхаласа аксан, пысăк шыв хĕрĕнчи лап çĕре сôхаласан, ôлăх çĕрĕ теççĕ.

упа

опа, (Пшкрт. ора,) медведь. Юрк. Шурă упа, сăрă упа, хура упа. Орау. Çеминаринче пĕр упа питлĕ ача вĕренет, пиче çурри пĕтĕм çăн (половина лица вся в шерсти т. е. в волосах). N. Упаран хăранă пек хăранă вăл патакран (побоев). Якейк. Халь вăл упа пак пĕччен порнать ĕнт (живет однаоко). Шорк. Пичĕ упа кучĕ цек (как медвежья задница) хура; ма çуса ямаççĕ-ши амăшĕсем? Якей. Хаяр вăрăнса, çĕрĕпе упа пак ӳлер (= улăрĕ). Чураль-к. Упа юмаххинчи юрри. Ыраш уйĕн килтĕмĕр — шыра-шыра килтĕмĕр: урпа уйĕн килтĕмĕр — ура-ура килтĕмĕр; пăри уйĕн килтĕмĕр ......; сĕлĕ уйĕн килтĕмĕр — сĕрлĕ-сĕрле килтĕмĕр; тулă уйĕн килтĕмĕр — тăла-тăла килтĕмĕр. N. Пĕри упа юлать, тепри хуçи пулать. Хуçи упана ташлаттарса çӳрет (на святках). Сред. Юм. Он пôрăнни пôрăннне (?) ô? Õ та порнать пĕччен, упа та вăрманта пĕччен çӳрет. (Говорят про неженатого, одинокого человека, если ему давно пора жениться). Орау. Вăрмантан упана (un ours) чĕнсе кăларам ак! Актай. Упа пырать, тет. Кайăк упаран ыйтать, тет: ăста каян, упа килеми? Сред. Юм. Пысăкрах ачасем йĕрсен: мĕн уна пик улласа ларан? теççĕ. Хорачка. пєр обиба кашкы̆р-ҕап коры̆нды̆мы̆р (жили во вражде). Хора.-к., Покр. в. Опа котне çу йораман, тет. N. Кăмакара лăпсăр-лапсăр упа ташлать. (Мелке). Сред. Юм. Упа котпе çу сĕрнĕ, тет те: ытла çемçе, тесе каларĕ, тет; эс те çавăн пик: сана тепле лайăх туса парсан та, йорас çок. СТИК. Упа пек утат (неуклюже). Лап-лап! пусса çӳрет упа-пек. Шурăм-п.. № 26. Упа кутне çăв юрамаи. (Послов.). Чист. Упа килет. (Так пугают детей). Чураль.-к. Ати упи — мур упи: тăкăлт-тăкăлт сиккелет — сĕм вăрмана кĕрех кайрĕ. || Личн. имя мужч. Рекеев. Упа. Альш. Упа тетен кивĕ ырашне хам та виççĕ алларăм. N. Упа тетен кивĕ ырашне хам та виççĕ алларăм: Упа тетен Уринине хам та виççĕ чуптурăм. Чăвашсем. Упа, мужское имя. Упа тесе, ак мĕншĕн хураççĕ: упа пек сывлăхлă пултăр, чирĕ ан тивтĕр, тесе хураççĕ. || Упа — «обстоятельства». Изамб. Т. Эпĕ вăл хĕре пит те илĕттĕмччĕ те, упа ямас (не позволяет состояние).

урлă-пирлĕ

вдоль и поперек. Паас. Урлă-пирлĕ, hin und her, Ungeordent auf einander, kreuzweise, крест-на-крест (в Курм. у. хресь-на-хресь), вдоль и поперек. Изамб. Т. Чăваш ялĕнче час-часах çуртсем урлă-пирлĕ лараççĕ. Етрух. Каçаççĕ урлă-та-пирлĕ. (Сĕрен). Арçури. Орлă-пирлĕ откалать, N. † Çак тăвансем аса, ай, килсессĕн. Урлă-пирлĕ уткаласа çĕр каçрăм. Яргуньк. Урлă-пирлĕ çул килет, хĕрлĕ питлĕ хĕр килет. Зап. ВНО. Урлă-пирлĕ хыр кашта. (Чӳрече рамсем). Чураль-к. Урлă-пирлĕ Орина. (Чӳрече рамĕ). КС. Урлă-пирлĕ пускаласа çӳрет (ставя ступни ноги то прямо, то поперек). Рысайк. Лап, лап урапа, урлă-пирлĕ ӳрече. (Чӳрече). Шарбаш. Урлă-пирлĕ хыр кашта. (Чӳрече). К.-Кушки. Урлă-пирлĕ калаçать, вздорит, задирает. || Разноречиво. Сказки и пред. чув. 82. Ялта нумай ун çинчен урлă-пирлĕ калаçрĕç.

утлантар

посадить верхом (на лошадь). Лап-к. Иван патне çитсен, Ивана утлантарса лартрĕ, тет те, яра парать, тет. N. Тулккĕ эсĕ мана сурăх кĕтӳне çитиччен утлантарса кай. Байгл. Утлантар, пичей, утлантар, пичей!.. Утлантарсан — мăн çăмарта! (Поговорка благодеяние забывается).

Русско-чувашский словарь

как

1. нареч. и союзн. сл. мĕнле, епле; Как вы живёте? Мĕнле пурăнатăр?; Мы видели, как он шёл по улице Эпир вăл урампа пынине куртăмăр
2. частица, выражает удивление; Как, ты всё ещё здесь? Эсĕ халĕ те кунта-и вара?
3. союз пек, евĕр; вырăнне; белый как снег юр пек шурă; торф используют как удобрение торфпа удобрени вырăнне усă кураççĕ ♦ как будто союз и частица пек, туйанать; как бы то ни было епле пулсан та; как раз шăп та лап; как один человек пĕр çын пек, пурте харăс; как только -санах (-сенех); Как только освобожусь, приду к тебе Ерçсенех сан патна пыратăп; как в воду глядел пĕлсе тăнă пекех; как сказать темле каламалла ĕнтĕ

копейка

сущ.жен., множ. копейки
пус; монета в двадцать копеек çирĕм пуслăх укçа ♦ копейка в копейку тĕп-тĕрĕс, шăп та лап; сидеть без копейки пĕр пус укçасăр лар; в копеечку влетело хакла ларчĕ; Копейка рубль бережёт посл. Пусшарăн тенкĕ пухăнать

плашмя

нареч.
лаппипе, лаптак енĕпе; упасть плашмя лап сарăлса ӳк

Русско-чувашский словарь (1972)

отбросы

-ов пӑрахӑҫ, пӑрахӑҫа тухнӑ япаласем, лӑп-лап, ӑпӑр-тапӑр, ҫуп-ҫап.

сор

мн. нет ҫӳпӗ, ҫӳп-ҫап, лӑп-лап, тӑркӑш, кӑнӑш-кӑнăш; в сору нашёл нужные бумаги ҫӳп-ҫап ҫинче кирлӗ хутсем тупрӑм; не выносить сор из избы килти сӑмаха яла ан кӑлар; килте мӗн (харкашу, ятлаҫу) пулса иртни ҫинчен ҫынна каласа ан çӳре).

плашмя

лаппипех, лап; упасть плашмя на спину месерле кайса ӳк.

пространство

1. пространство; время и пространство вӑхӑтпа пространство; 2. вырӑн, хутлӑх, хушӑ; безвоздушное пространство сывлӑшсӑр вырӑн; мировое (космическое) пространство тӗнче уҫлӑхӗ; 3. ҫӗр лап-тӑкӗ, вырӑн; на севере огромные пространства покрыты лесом ҫурҫӗрте темӗн чухлӗ ҫӗр лаптӑкне вӑрман йышӑнса тӑрать.

Русско-чувашский словарь (1971)

крапина

ж. пата, пăнчă, пăнчă-пăнчă, лап-лап; с крапинами паталлă.

крапчатый

прил. чăпар, ула, ула-чăла, лап-лап; улма чăпар (о масти лошади); крапчатые куры чăпар чăхсем; крапчатая по серому собака ула йытă.

мало

нареч. и в знач. сказ. в разн. знач. сахал, кăшт, çителĕксĕр; мало сделано сахал ĕçленĕ; мало кто знает об этом кун çинчен пĕлекен сахал; нам этого мало ку пире сахал; мало ли где я бывал эпĕ ăçта кăна пулман пулĕ; мало ли кто кам пулсан та; мало ли что бывает на свете тĕнчере темĕн те пулĕ; мало ли что он говорит вăл темĕн те калĕ; мало того в знач. вводн. сл. ку çеç те мар-ха; ни много ни мало нумай та мар, сахал та мар, шăп та лап.

низина

ж. айлйм, лап, лапам; село расположено в низине ял айлăмра вырнаçнă.

низменность

ж. геогр. айлăм, айлăмлах, лап(ă), лапам.

плашмя

нареч. лапташкипе, лаппипе, лап, сарăлса, лап сарăлса; упасть плашмя лап сарăлса ӳк; положить плашмя лапташкипе хур.

популярность

ж. 1. (простота, доступность) ăнланмалла пулни; популярность изложения ăнланмалла çырни; 2. (известность, слава) лап, сум, халăх пĕлни, паллă пулни; широкая популярность пурте пĕлни.

приземистый

прил. кутамас, лутрашка, лутака, тапчам, лапчашка; приземистая баня лап мунча; приземистый человек кутамас çын.

Этимологический словарь чувашского языка (1964)

лап

, лапа, лапам, лапă «ложбина», «низина», «низменность»; Рясянен, исходя из наличия этого слова во многих финских языках (мар. лап, лоп «низина», «низкий»; лап лияш «сгибаться», «наклоняться»; удм. и нен. лап, коми лапкыд), приписывает этому слову марийское происхождение (TLT 249—250).

Чувашско-русский фразеологический словарь

Ураран ӳк

Ураран ӳк сваливаться / свалиться с ног (1. упасть, повалиться; 2. сильно, серьезно заболеть).
1. Хăшĕ лап ӳкрĕ ураран, Нумайăш пуçсăр-мĕнсĕр юлчĕ. А. Пушкин. 2. Хваттере çитрĕм те тӳрех ураран ӳкрĕм. Температура хăвăрт хăпарса кайрĕ. В. Васильев-Уçăм.

Неологический словарь чувашского языка

видеокассета

ç.с. 1. Видеопленкăна упракан лап-така, тăваткăл кăшкар; видеопленкăпа йĕнни. 1994 çулта... Шупашкарти «Контур» заводра «СВС» видеокассетăсем кă-ларассине йĕркеленĕ. Х-р, 29.10.1996, 1 с. Çĕнтерӳçĕсене... аудио- тата видеокассетăсемпе клипсем хатĕрлеме, ятарлă концертсем йĕркелеме пулăшăпăр. Т-ш, 1999, 48 /, 7 с. «ИЦ-Контур» общество цехĕнче ... видеокассетăсене пушкарлакан хатĕр пулнă. К-н, 2002, 16 /, 15 с. 2. Видеопленка çине тӳрех е куçарса çырнă информаци (тĕсл., видеофильм, кинофильм видеокопийĕ). «Еткерте» çыр-тарса илнĕ видеокассетăна ярса Никоноровасен юррине итлетĕп. А-и, 2000, 1 /, 8 с. Килте «Однажды в Америке» фильм видео-кассетине пăхнă. ÇХ, 2000, 6 /. 5 с. Вулавăш фондне Айхи ... видеокассетăсемпе тата Франци поэчĕсен сăввисен пуххипе пуянлатрĕ. Х-р, 12.04.2001, 1 с. — чăвашла видеокассета (Х-р, 21.03.1996, 2 с.).

См. также:

лань лап лап çĕре! лап-аслăк « лап-лап » лап-лапчăк лап-лачкам лап-тĕрĕслĕ лап-тĕшлĕ лап-тонкăр

лап-лап
Свойства слова не указаны
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150