Поиск: тирпейсĕр

Введите слово для поиска

Область поиска:

Чувашско-русский словарь (1982)

типтерсĕр

то же, что тирпейсĕр

тирпейсĕр

1.
нечистый, неопрятный, неубранный
неприбранный

тирпейсĕр

грязно, неопрятно
в беспорядке

тирпейсĕр пӳлĕм — грязная комната
тирпейсĕр картиш — неприбранный двор

тирпейсĕр

2.
неаккуратный, неопрятный, неряшливый

тирпейсĕр

неаккуратно, неопрятно, неряшливо
тирпейсĕр арçын — неряшливый мужчина
тирпейсĕр çыхнă халстук — неряшливо повязанный галстук

тирпейсĕр

3.
небережливый, неэкономный, расточительный, бесхозяйственный

тирпейсĕр

небережливо, неэкономно, расточительно, бесхозяйственно
укçа-тенке тирпейсĕр тыткала — расточительно тратить деньги

тирпейсĕр

4.
неаккуратный, небрежный, неосторожный

тирпейсĕр

неаккуратно, небрежно, неосторожно
савăт-сапана тирпейсĕр тыткала — неосторожно обращаться с посудой

тирпейсĕр

5.
беспорядочный, хаотичный, хаотический

тирпейсĕр

беспорядочно, хаотично, в беспорядке
япаласене тирпейсĕр хурса тултар — свалить вещи в беспорядке

тирпейсĕр

6.
халатный, небрежный, неряшливый

тирпейсĕр

халатно, небрежно, неряшливо
ĕçе тирпейсĕр тунă — работа выполнена небрежно

тирпейсĕр

7.
невоздержанный, развязный
болтливый

тирпейсĕр

невоздержанно, развязно
болтливо

тирпейсĕр чĕлхе — болтливый язык
тирпейсĕр палка — распускать язык

Словарь чувашского языка

сăмса

(сы̆мза), нос. ТММ. Название носа и его частей: 1) самса, нос; 2) сăмса шăтăкĕ, ноздря; З) сăмса кимĕрчекĕ,— кăмăрчакĕ, — кимĕреки, перегородка носа; 4) сăмса çуначĕ, края носа около ноздрей; 5) сăмса лупашки, желобок под перегородкой между ноздрями; б) сăмса кучĕ, место около ноздрей, внизу; 7) сăмса кучĕ, переносье (Чебокс. р.); 8) сăмса тĕпĕ, переносье (М.-Яльчик. р.); 9) сăмса кăкĕ, переносье (Ибрес. р.); 10) сăмса тӳрчĕ, хребет носа, спинка; 11) сăмса каçанĕ, хребет (М.-Яльчик. р.); 12) сăмса тăрши, хребет носа (Ибрес. р.); 13) сăмса вĕçĕ — кончик носа; 14) сăмса çийĕ,— тӳрчĕкĕ, спинка хребта, 15) сăмса лапчăкĕ, переносье (М.-Яльчик. р.); 16) сăмса карчĕ (Алик. р.). ЧС. Чăвашсем: сывмар çынăн сăмси сулахай енелле пăрăнсан, çын вилет, теççĕ; сылтăм енелле пăрăнсассăн, сывалать, теççĕ. Б. 13. Сăмса айĕнчи курăнмасть, вăрман урли курăнать. Трхбл. Виçĕ юпапа аслăк тăрать. (Сăмса). Пазух. Çакă ялăн хĕрсене сăмса тăрăх пăхтартăм. Выçăхакансем 26. Сăмсана çурать. К.-Кушки. Сăмса йӳçсе тăрат. (У меня) насморк. Шибач. Сăмса питĕрĕнсе ларчĕ (при насморке). Хурамал. Лаша йĕпене сăмсипе туртать, теççĕ. Собр. Сăмса питĕрнсессĕн, тăман пулат, теççĕ. Орау, Туппăрн-и? — Тумпан. — Сăмсу айне пулчĕ пуль (наверное, тут же под носом лежит, а ты не замечаешь). Городище. „Сăмси туртмасть. Не ходит к кому-либо после нанесешшх неприятностей“. N. Сăмса питĕрĕнсен (если заложит нос), çумăр çăват, теççĕ. Коракыш. † Ула лаша утлантăм, улăх тăрăх чуптартăм, çакă ялăн хĕрсене сăмса тăрăх пăхтартăм. Ib. Хайхи усал тухрĕ те калать: эсĕ паянах тамăка кайрăн, тет. Сред. Юм. Сăмсана йытта касса парам (говорят, когда в чем-нибудь уверены). Ib. Сăмсапа ӳсрет, чихает. Ib. Сăмсапа тортакан тапак, нюхательный табак. N. Хресченĕн хăлхи илтмен. Калаçма вăл хулăн сасăпа, сăмсапарах калаçнă. О сохр. здор. Тата вăл ӳслĕке те ерет (малтан сăмсаран ӳсĕрет). Скотолеч. 34. Вара сурах сунаспа аптăраса тек сăмсаран ӳсĕрет. СТИК. Пĕчĕкçĕ ачана пĕр-пĕр япала парса илмесен, ăна кирлĕ мар, тутлă мар, çиместĕп, тесе, илмесен, ăна: сăмсу айĕнчи тутлă, тесе калаççĕ. Орау. Япалана куç умăнче выртнă çĕртех, хăш чухне, асăрхаймасăр шыраса çӳреççĕ. Çавăн пек чухне тепри: ак кунта вĕт (япалу), сăмса айне пулнă, тиççĕ. СПВВ. Сăмса ăшши туса лартрăм (избушку). Тим.-к. -† Картлă-картлă пашалу, карчĕ тăрăх çу юхать. Çиес килет — пĕçерет, пĕçернине мĕн пĕлен, сăмсу таран пусса çырт. КС. Сăмсаран шаклатас (слабее, чем шаклатас = шаклаттарас). Юрк. Самсана шăшлакан тапак пуракĕ хуппи çумне çыпçăнсан, йĕпе пулат. Изамб. Т. Пирĕн хамăр хушшăмăрта та тарçă тытсан, ăна сăмсипе çĕр сухалаттарасса çитеççĕ. Собр. Хывнă кун килти çын сăмсан (= сăмсапа) ĕсĕрсен, тепĕр çав вăхăтчен вилет, теççĕ. Ст. Чек. Сăмсана пăрат, çиленсен çын сăмсине пăрат; кăмăлне кайманнине илтсен, çын сăмсана пăрат. Ib. Сăмсине картса ярас. Надо ему зарубку зарубить, чтобы не забыл (о беспамятных и пр.). Альш. Сăмсана кӳ! пырса çапăнат. Отрыгается в носу. N. Сăмсана тавăрчĕ, сделал ядовитое и прямое замечание по чьему-либо адресу. N. Самсаран тĕрт, почти то же, что сăмсана тавăр. Кильд. Эпĕ уна çыпăçас мар та, манăн сăмсама йытă çитĕр. Н. Седяк. Сăмса кĕçĕтсен, çын вилнĕ. (Примета). Сятра. Сăмса тортса çурат (= çывăрать), храпит. Ib. Амĕш ачине мĕн те пуса парат пулсан, ача: ку пĕчиккĕ, аван мар, тесен: сăмсу айĕнчи пысăк, тутлă, тет. ГТТ. Сăмсана тăсса çӳрет. || Сопли. N. † Çакă ялăн хĕрĕсен сăмси (сопли) юхать, курмастри? Пшкрт. Сăмсине йоктарса çӳрет (сопливый). Ib. Сăмсапа лапăртаса лартнă (соплями). Шибач. Сăмса тохать (сопли). N. Чăн асли яланах сăмса айне тирпейсĕр тытат, тет, пĕрмай сăмсине юхтарса çӳрет, тет. Якейк. Ачайăн сăмси тохнă, шăлса ил-хе. Шурăм-п. Ан макăрса тăр кунта, юха-сăмса. N. Пĕчĕк ачасем сăмсисене (или: сăмсине, или: сăмса) шăла пĕлмеççĕ. || Клюв. Дик. леб. 39. Елиса пиччĕшĕсем хĕвел тухнă чух, акăш пулса, хăйсен юратнă йăмăкне вырттарнă куçлă-куçлă хутаçа сăмсисемпе хĕстерсе тытнă та, çӳлелле, пĕлĕт патне çитех явăнса вĕçсе улăхнă. || Мясистый отросток на клюве индюка. Сред. Юм. Кăркка сăмсине тăсса антарчĕ. || Носовая часть судна. Сунт. Прахут, сăмсине майĕпе тăвалла çавăрса, пристăнь çумне пырса лартĕ. || Краюха (хлеба). БАБ. Сĕтел çинче выртакан çăккăра илчĕ те, варринчен пĕр сăмса касса илсе, сĕтел çине хучĕ. Якейк. Сăмси, краюшка. Собр. Çын аллинчи кукăль сăмси пысăк курнат, теççĕ. || Особые зарубки на жертвенной лепешке. Менча Ч. Çимĕçсене кăмакана хывиччен, пĕр хăпартуин аяккине алăпа виçĕ мăклĕ тăваççĕ те, ăна сăмса теççĕ. (Ака пăтти). ДФФ. Пашалу хĕрне пĕр енчен пурнепе пиллĕк чĕпĕтсе картлатьчĕç, ăна „сăмси“ тетчĕç. С. Тим. Пилĕк сăмсалă, варринче хĕреслĕ пашалу (употребляется при жертве хĕрт-сурт'у). || Небольшой пирог из белой муки. Сред. Юм. Ib. Сăмса. Так назыв. в Ковалях, Урмар. р. маленькие пирожкн, приготовляемые у татар. || Часть ручки посуды, напр., ковша и пр. Собр. Пĕчиçиç курка — сар курка, аври сăмси — шур ылттăн. || Передний угол лезвия топора. Кора-к. † Пушăт касма карăм та, пуртăн сăмси катăк пулчĕ. || Мыс. Хорачка. Сăмса, мыс. N. Çапла ишсе пынăçем, эпир сăмса çине пырса кĕтĕмĕр. || Грива. Пшкрт. Çа сăмсара молкаç выртатьчĕ. КС. Сăмса, угол леса, поля. См. хĕрт-сурт'у). || Небольшой пирог из белой муки. Сред. Юм. Ib. Сăмса. Так назыв. в Ковалях, Урмар. р. маленькие пирожкн, приготовляемые у татар. || Часть ручки посуды, напр., ковша и пр. Собр. Пĕчиçиç курка — сар курка, аври сăмси — шур ылттăн. || Передний угол лезвия топора. Кора-к. † Пушăт касма карăм та, пуртăн сăмси катăк пулчĕ. || Мыс. Хорачка. Сăмса, мыс. N. Çапла ишсе пынăçем, эпир сăмса çине пырса кĕтĕмĕр. || Грива. Пшкрт. Çа сăмсара молкаç выртатьчĕ. КС. Сăмса, угол леса, поля. См. __сăмсак_.

тикĕт лакăмĕ

лагун с дегтем, мазница. Юрк. Курăсăн, çав хушăра пĕр пирĕн урапа хыçне çакса янă тикĕт лакăмне салтса илме тытăннă. || ЧерномазыЙ. Якейк. И тикĕт лакăмĕ! (Тирпейсĕр, питне-куçне çуман çынна калаççĕ).

этем-тирпейсĕр

в огромном множестве? Ерк. 48. Ак сухатӳ кĕрлет вĕççи-хĕрисĕр, тапса тулнă халат этем тирпейсĕр.

тирпейсĕр

небрежный, неряшливый. || Неприличный. Ст. Чек. Тирпейсĕр сăмах калаçат. Говорит неприличные вещи. || В см сущ. Ст. Чек. Тирпейсĕр, неряха, говорящий неприличные слова. || В см. наречня. N. Вăл тирпейсĕр хăтланать. || Неэкономно. N. Тыррине тирпейсĕр тыткаласа та пĕтереççĕ. || (Умерший) неестественною смертью. Чăвашсем. 29. Тирпейсĕр вилнĕ çынна масара чиктермен. Шыва кайса вилни, çакăнса-и, çапса пăрахни пулать-и унта — вĕсене масара чиктермен: ун пеккисене масара чиксен, çумăр та çумасть, тырă та пулмасть, тенĕ. || Без похоронного обряда. Чăв. й. пур. З4. Хăне те йытă вилли пек çĕре тирпейсĕр чикнĕ. || Разг. С. Мих. 9. Тирпейсĕр (то же, что хисепсĕр), во множестве.

хăтлавсăр

беспорядочный. СПВВ. МС. Хăтлавсăр-хăчĕ çук. Ib. Эсĕ хăтлавсăр (= тирпейсĕр).

атяп

(Адап), nom. pr. fem. личн. имя женщ. СТИК, Чирикеево (Верхне-Тимерс. в.), Ст. Чек. || Eodem nomine mulieres sordidae appellantur. Так же называют неопрятных женщин, без сомнения, сравнивая их с какою-то женщиною по имени Атяп. СТИК. Атяп тесе, пирĕн питĕ тирпейсĕр, хура тутăрпа, сурпанпа çӳрекен хĕр-арăма калаççĕ. Словом Атяп у нас обозначают очень неряшливых женщин, которые ходят в грязных платках и сурбанах. (То же и в Ст. Чек.).

алапаш

(алабаш), fortasse e lingua tat. depromptum est. Neglegens, inscitus atque laevus. Non satis verecunda (de puellis dicitur). Может быть, от тат. „ала баш“. Небрежный, неловкий и не умеющий бережно и осторожно обращаться с вещами. Нескромный (в этом последнем смысле говорится о девушках). Употребл. как о женщинах, так и о мужчинах. Cf. тирпейсĕр. СПВВ. ФИ. Алапаш = шултăра çын: пĕр-пĕр япалана шыранă чухне ытти япаласене ытса ярса çĕмĕрекен çын, „Алапаш“ — человек, который, отыскивая какую-нибудь вещь, небрежно разбрасывает и разбивает (не намеренно) прочие вещи. Ст. Чек. Эх, алапаш! ку чей куркине те ĕнтĕ çĕмĕртĕн! Эх ты, уродина! и этот стакан разбил! Ст. Чек.? Ахтар! ку хĕр пит алапаш! Ах, какая бесстыдница эта девка! (т. е. с неприличными манерами).

кептерлен

(кэпмэрл’эн’), одеться, лучше обычного, нарядиться. СТИК. Тирпейсĕр, çĕтĕк-çатăк çӳрекен хĕрарăма тумтир тăхăннине курсан, хунямăшĕ ăна: ăçта кептерленсе каян тата? тет.

ярханай

так называют человека, который ходит с расстегнутым воротом рубахи. См. ярханах. Сред. Юм. Кăкăр ȏмне тӳмелемесĕр çӳрекен çынна: ярханай çӳрет, теççĕ. СПВВ. ФИ. Ярханай — тӳммисене çыхмасăр тирпейсĕр çӳрекен çын.

ярханах

(jарhанах), не завязывающий завязок на вороту рубахи. Хурамал. Пыр-çыххине çыхмасăр çӳрекене ярханах тесе калаççĕ. N. Ярханах çӳрет. Сред. Юм. Ярханах = ярханай, кăкăр ȏмне тӳмелемесер çӳрекен çын. СТИК. Ярханах тесе, кĕпи тӳммине тӳммелемесĕр çӳрекене калаççĕ. Кĕпе тӳммине тӳммелемен, темле çын маси каят; илемсĕр, тирпейсĕр, çара мăйлă пулса каят. Ярханах, тесе, каласан та, ман куç умне çавăн пек тӳммине янă, пуçне тăратнă çын килсе тăрат (представляется). || Неряшливый. Мереш-поç, Шалча. Ст. Чек. «Ярханах = распущенный». IЬ. Тирпейлен, ярханах! (с раскрытым воротом). || Шорк. Ярханах — место между шеей и грудью.

Йытă

(jыды̆), то же, что йыт. См. йăтă. Юрк. † Çĕтĕк кĕрĕкĕ татăкĕ йытă вĕрнипе çурăлат. Орау. Йытта ан йĕкĕлте (= ан çĕтĕлтер). Не дразни собаку. Сред. Юм. Эс те учитĕле тохсан, луччĕ йытта сăмсана касса парам! (Так говорят, когда уверенно знают, что собеседник не может быть учителем). IЬ. Пуçа йытта хывнă та, ĕç хушсан, та ĕçлемес. (Ссылается на болезнь, притворяется и не делает того, что ему велят). Б. 13. Йыттăн хӳри кукăр, ăна шанма çук. (Послов.). . Йытă мăнтăр та, çиме юрамасть. (Послов.). КАХ. Çырлах, аслă кĕлĕ! Кама тимен, ху валеççе пар. Ачăна-пăчăна чар, йыттусене пирĕн выльăхсем патне ан яр. (Моление киремети Питтури в «тайăн сăра»). Б. Тимĕр йыттăн сӳс хӳре. (Загадка: иголка с ниткой). Т. М. Матв. Йытă аллипе ĕçлетĕн. Работаешь спустя рукава. Сказки и пред. чув. 14. Йытă урипе утиччен, сивĕре шăнса çӳриччен, лаша кӳлсе ларас та, ним хуйхи те пулас мар. Чăв. й. пур. 7°. Çыраканнине сĕтĕрсе килес те, йытта хĕненĕ пек (как собаку) хĕнес! Орау. Йытă пек япăлтатса çӳрет. СПВВ. Х. Йытă хăй хӳри çине сысмасть, теççĕ. (Послов.). Нюш-к. Ĕлĕк авал турă, этеме ыраш панă чух: ыраш кирлĕ-и сана? тесе, ыйтать. Çын: кирлĕ мар, тет. Ыраш тĕпĕнченех пучахлă пулнă; ыраш пучаххи çурри анчах юлать. Тепре ыйтать. Çын ун чухне те: кирлĕ мар, тет. Çавăн пек темиçе хутчен ыйтса та, çын: кирлĕ марах, тесе пырать. Ыйтмассайран ыраш пучаххи кĕскелсе пырать. Турă юлашкинчен ыйтсассăн, çын: кирлĕ мар темелле-ччĕ, тет, анчах йытă: хам-хам! тесе янă та, çавăнпа халĕ пирĕн ыраш юлнă. Йытă лайăх мар вăл, тесен, йытă усракансем çак сăмахсене каласа кăтартаççĕ. Собр. Йытă шуйттана сиссе (чуя) çĕрле вĕрет, теççĕ. Т. Григорьева. Килте йытă пăтратманне ялта яшка пĕçернĕ, теççĕ. Дома не умел замесить собаке, а в деревне сварил похлебку. (Послов.). N. Эсĕ йытă! терĕм. N. Конта йытă пуç те полĕ! Здесь, чай, чорт знает что есть! Сред. Юм. Йытă самăр та, пусма юрамасть. Хоть собака и жирна, но на закол не годится. Собр. 74°. Йытă, тесен — çăмĕ çук; этем тесен — сăнĕ çук. (Послов.) Ала 91. Çакă кĕçĕн тăванĕ (брат) мĕн курман вăл! Вăл курнине ялти йытă та ан куртăр (того, что он перенес, не дай бог испытать деревенской собаке). . 31. † Пире: салтак кай (= салтака кайĕ), тесе, ялти йытă каламан пуль; çын та сисмер — кайрăмăр. Т. М. Матв. Эй, алли-урине йытта касса пама! Юрк. Йытă хĕлле, сив вăхăтра, питĕ хытă шăнса: эх, кунтан ăшă пулсан (= çăва тухсан), çула, шăрăх вăхăтра, шăмăсем тултса, пӳрт тăвăттăм (шăмăран пӳрт тăвăттăм), тесе, калать, тет. Изамб. Т. Халь уччиччĕлсем нумай: йыт кутне тапсан, уччиччĕле тивет (т. е. учителями хоть пруд пруди). N. Йытă выртман вырăнта выртăрăмăр пулĕ (валялись везде, где попало). N. † Йытă çăварне аш кĕрсен, хăçан каялла тухни пур? (Солд. п.). Орл. II 235. Хура йытти çакăнса тăрать хĕрлĕ йытти ăнах (на нее же) вĕрет. (Хуран вут çинче). Сред. Юм. Йытă хăй хӳри çине сысмас. Никто сам себя не хает. (Буквальный перевод: «собака на свой хвост не испражняется)». Чăв. й. пур. Хăне те (его), йытă вилли пек, çĕре тирпейсĕр чикнĕ (опившегося зарыли без отпевания). || Неблагодарный. || Пес (брань). Сказки и пред. чув. 47. Эрехне таçта хăй пытарчĕ те, пирĕн çине калать тата, йытă! СТИК. Çав Ваççа йыттиех (ce chien de Vassia) тунă пулĕ. Вероятно, это напроказил мерзавец (пёс) Вася.

юлахай

ленивый, неряшливый. Шарбаш. Пшкрт. jолађаj, ленивый. СПВВ. АП. Юлахай = наян. СПВВ. ГЕ. Юлахай = тирпейсĕр. СПВВ. АС. Юлахай, неопрятный. СПВВ. ПВ. Юлахай çын = юлхав? (Вопрос — оригинала). Ядр. Ф. Т. Т. Йȏлахай (jõлаhаj), лентяй, неряха.

ламса

(ламза), бездельник, слоняющийся без дела. Туруново (Чеб. р.). N. Ламса — ĕçсĕр çапкаланса çӳрекен, хăйне хăй тирпейсĕр тытакан.

лапăркка

(лабы̆ркка), грязный. К.-Кушки. Ст. Чек. Кай унтан, лапăркка! (гов., напр., ребенку, пачкающемуся в своих испражнениях). Ib. Лапăркка — тирпейсĕр çын. N. Хăш çын тирпейсĕр, питĕ лапăркка пулать.

лапша

плоский, низкий. Собр. Лапша, çăпата, çинçе пилĕк, çутă куç. (Хăй-чикки). Чув. пр. о пог. 178. Асамат кĕперри лапша (лутранăн) карăнсан, йĕпе пулать. Если радуга протянулась плоско, низко,– будет ненастье. || Неопрятный, неряшливый, грязный. Çеçмер. Вăл лапша томланкалать (одевается неопрятно). Питушк. Лапша çын (живущий грязно, неопрятно). Ib. Апатне чон çĕклемеçт çима та (противно есть), питĕ лапша (очень грязно). СПВВ. МС. Лапша тесе тирпейсĕр, хăйне хăй пăхайман çынна калаççĕ.|| Невзрачный, невидный. Чертаг. Лапша кĕлеткеллĕ (лаптаклă-мĕнлĕ ) = кĕрнексĕр кĕлеткеллĕ (невзрачный, плохого телосложения). || Неподвижный, вялый, слабый. В. Олг. Лапша çын, вялый, малоподвижный человек. Б. Олг. Лапша çын, слабый, плохой (в работе). Шарбаш. Ора çине тĕреклĕ тăриман çынна, выльăха: лапша! тесе, вăрçаççĕ.

лăкăш-лакăш

(-лагы̆ш), хромыга. Неряшливо, неуклюже одетый. Шлёпающий (ходящий) в больших, неуклюжих лаптях. N. Лăкăш-лакăш çын тесе, уксак çынна, тата темле тирпейсĕр тумланса çӳрекен çынна калаççĕ. Тирпейсĕр пысăк çăпата лăштăр-лаштăр сырса çӳрекен çынна калаççĕ. || Орау. Ку атă ытла лăкăш-лакăш (чересчур просторны).

лăнкăр-ланкăр

(-лаҥгы̆р), подр. вялой походке и внешности лентяя. СТИК. Наян çын, хăй пĕвне йăтаймасăр сĕвĕнсе çӳрекен çын, лăнкăр-ланкăр çӳрет (унăн çийĕнчи тумтирĕ те тирпейсĕр, хăй те тĕрексĕр). || Подр. очень сильному зыблению досок.

лĕрт

(лэ̆рт), подр. отрывистому шмыганию. Шорк. Сăмси шăтăкне манки тулнă, лĕрт! туртать. СТИК. Тирпейсĕр çын лĕрт тутарать (слабый короткий заук). || Подр. ленивому бегу. СТИК. Лĕрт-лĕрт чупса пырат (лошадь или человек: лениво; тихо, кое-как, приостанавливаясь, при этом как бы вздрагивая). См. лăрт.

лĕртти-лертти

qui crebro pedere solet. СТИК. Мĕнле вăл тирпейсĕр, хăна ху чараймастăн! (Пысăк çын тирпейсĕр ачана калать). Юлташĕсем тата ăна: çав лĕртти-лертти Ваççа тек вĕçертет! теççĕ.

вил

умирать; дохнуть. Чăвашсем. Чăвашсем, çын вилсен, тăвакан йăла. Чăвашсем çын вилсен: ача вилсен те, пысăк çын вилсен те, чунĕ тухсанах, часрах чĕрĕ çăмарта ывăтаççĕ, ăна хĕвел тухăçĕ енелле ывăтаççĕ. Вăл çăмартана ак мĕншĕн ывăтаççĕ: çăмартана, çĕмĕрлесрен хăраса, епле çепĕç тыткалаççĕ, çын чунĕ те çавăн пек çепĕç пурăнмалла çĕре кайтăр, теççĕ. Çав çăмарта пек числанса пурăнмалла пултăр, теççĕ. Унта(н) вара, çăмарта ывăтсан, вилнĕ çын кĕпине çурса кăлараççĕ; ăна ахаль, хывса илмеççĕ, умăнчен çурса, сăкман пек хываççĕ. Ăна: çынăн чунĕ пӳлĕнсе ан тăтăр, уçă çĕрте çӳретĕр, тесе, çапла хываççĕ. Унта(н) çынна çума шыв ăсма каяççĕ; унта виççĕн каяççĕ, пĕри малтан курка тытса пырат, тепĕри вăта çĕртен хуран тытса пырат, (тата) тепĕри кайран витре тытса пырат. Унтан вара çав курка çине те, хуран çине те, витре çине те, шыв тултарса килеççĕ. Вăл шыва хуранпа çакса ăшăтаççĕ те, вара çынна çума тытăнаççĕ. Ăна хăшĕ хăй çемйипех çăват, хăшĕ тытса çутараççĕ. Ăна çăваççĕ супăньпа, пĕри çуса тăрат, унти çынсем пурте пĕрерĕн-пĕрерĕн шыв яраççĕ; ăна, куркана тытса, тӳртĕн яраççĕ. Унтан, çуса пĕтерсен, вара тумлантарма тытăнаççĕ. Малтан тăхăнтараççĕ кĕпе-йĕм, унтан сăкман, пиçиххи çыхаççĕ, алса, калпак тăхăнтараççĕ те, вырттараççĕ вара; унтан пĕри тупăк тăват, пиллĕкĕн-улттăн алтма каяççĕ. Тупăк туса пĕтсен, ăна илсе кĕнĕ чух пӳртри çынсене пурне те тула кăлараççĕ, пӳрте пĕр çын та хăвармаççĕ. Тупăк хыççăн вара пурте кĕреççĕ. Вăл тупăка илсе кĕнĕ чух тула тухмасан, пӳрте юлакан вилет, тет, вара. Унта çынна тупăк çине вырттараççĕ; ăна вырттарнă чух, çынна тупăк тĕлне тытса, виççĕччен: ан хăра, ан хăра! тесе, суллаççĕ те, вырттараççĕ вара. Унтан, пупа илсе килсе, кĕл-тутараççĕ; пуп кĕл-туса кайсан, часрах вут хутаççĕ те, икерчĕ пĕçереççĕ, тата пĕр чăх пусаççĕ; унтан, икерчĕ пиçсен, хывса тăкаççĕ те, тупăк патне пырса, сасă кăлараççĕ: йĕп пек çĕр çурăлчĕ, йĕп тухрĕ, сан тĕлĕнчен кун пĕтрĕ, тесе. Çапла тусан, вара пытарма илсе каяççĕ; пытарма илсе тухиччен, кăмакара чул хĕртеççĕ, ăна вара хапхаран илсе тухсанах, çав хĕрнĕ чула вăсем хыçĕнçен ывăтаççĕ. Вăл чула: ырă усал сирĕлтĕр, кунта ан юлтăр, хăйпе пĕрлех кайтăр, тесе, ывăтаççĕ. Масар çинче, шăтăка янă чух, тупăка шăтăк тĕлне тытса, виççĕччен: ан хăра, ан хăра! тесе суллаççĕ те, вара шăтăка яраççĕ: ярсан малтан çĕр пуçланă чух хăпартса хунă тăприне: пил ту, пил ту, тесе пăрахаççĕ. Унтан вара тăпра ишеççĕ. Тăпра ишсе таптасан, çав шăтăк умне вут чĕртеççĕ, хăйсем пурте, умлă-хыçлă тăрса, шăтăк йĕри-тавра виçĕ хут çавăрăнаççĕ; çавăрăнса çитсен: эпир сана асăнах тăрар, эсĕ пире ан асăн, теççĕ те, вара, каналла пĕртте çавăрăнса пăхмасăр, утаççĕ. Унтан, киле çитсен, алăк умăнче çав пытарма пынисем пурте пичĕсене-куçĕсене çуса кĕреççĕ. Вăсем кĕнĕ тух, пӳртрисем пурте тула тухаççĕ, вара вăсем хыççăн кĕреççĕ. Унтан вара çав çĕр пуçлакана, тупăк тăвакана пĕрер тутăр параççĕ. Хĕр-арăм вилли пулсан, пурне те пĕрер тутăр параççĕ. Çапла парсан, вара икерчĕсем те, хай пуснă чăхха та хыва-хыва çиеççĕ. Çисе тăрансан вара: хуйхăр харам пултăр, тесе, тухса каяççĕ вара. Ун чух хыçалтан ăсатма тухмаççĕ вара. Унтан вара тепĕр каç: çиччĕшне тăватпăр, тесе, пĕр сурăх пусса, тата икерччĕ пĕçерсе хываççĕ. Тата та пумилкке тăвиччен, кашни эрне-каç хывса тăкаççĕ. Пумилкке тăвас уммĕн, эрне-каç, мунчна хутаççĕ те, пур ăратнесемпех мунча кĕреççĕ. Унта çав вилнĕ çынна тухса кăшкăраççĕ: мунча кĕме кил, тесе. Мунчаран ытти çынсем тухсан, пĕри кая юлат та: вилнĕ çынна мунча çапатăп, тесе, милкĕпе лапка çине çапат. Унтан: ак сан шыв, ак милкĕсем, тесе, лапка çине шывпа милкĕсем хурса хăварат. Киле таврăнсан вара, сурăх пусаççĕ, пĕр чăхă пусаççĕ те, тата икерчĕ пĕçереççĕ. Аш пиçсен, икерчĕ пиçсен вара: сан(а) юлашки эрне-каç тăватпăр, тесе, хыва-хыва çиеççĕ вара. Çапла тусан, шăмат-каç пумилкке тăваççĕ, е тунти-каç тăваççĕ. Чăвашсем тирпейсĕр вилнĕ çынна масара чиктермеççĕ; шыва кайса вилни, çакăнса, çапса пăрахни пулат-и унта, вăсене масара чиктермеççĕ, ун пеккисене масарă чиксен, çумăр та çумаст, тырă та пулмаст, теççĕ. Ăнсăртран масара чикнĕ пулсан та, ăна вăрттăн кăларттараççĕ. Пĕлтĕр кукша Кĕркурийĕ çакăнса вилнĕ, тет; ăна çемйисем, çынна систермесĕр, пупа кĕл-тутарттарнă, тет те, масарах çикнĕ, тет. Ăна вара кайран сиссе: çумăр çумаçт тесе, масартан кăларса, çӳле урăх тĕле чикнĕ, тет. Ун пеккисене чикекен вырăн урăх тĕле тунă, унта ĕнтĕ эп астăвасса пилĕк çын чикрĕç. Çав Кукша Кĕркурийĕне масартан кăларса тикме харсăр çынсене пĕр витре эрех те виçĕ тенкĕ укçа панă, тет халăхпа. Зап. ВНО. Хĕрсĕр хирте вилмен, ывалсăр вăрманта вилмен. (Послов.). Т. М. Матв. Вилнĕ, тенине: тăвар сутма кайнă, теççĕ. Вместо того, чтобы сказать: «умер», говорят: „отправился торговать солью“. N. Пĕр çын çĕрле тухнă та тула, чут хăраса вилсе кайман (чуть-чуть не умер). N. Кайран ашшĕ те вилес пулчĕ, тет. Юрк. Ашшĕ виле пуçланнине илтсен... Услыхав что умирает отец. Етрух. Чăваш вилсен, епле тирпейлесе пытарни. Чăваш вилес уммĕн хăйне кам çумаллине каласах хăварат: тупăкне кам-кам тумаллине, тата шăтăкне кам-кам чавмаллине, е малтан юратнă çынна çĕр пуçлама. Унта хай çын вилет; уна çăвакансем шыв ăсма (каяççĕ). Пĕри хуранне çĕклет, тепри витрине илет, тепри алтăрне илет; каяççĕ вара çăл вутне. Унта вара, витрипе ăсса, хуранне тултарать, тата алтăрне тултарать, вара витрипе ăсать. Пурне те тултарсан вара, çăл кутне виçĕ сĕвем çĕлем-çип (= çĕлен-çип) вĕçĕмрен чăсса (= тăсса) пăрахаççĕ; уна пăрахнă чухне калаççĕ: эй, пиллетĕр; çулĕ чипер, канăçлă пултăр; чунĕ çак çип пек тӳр çулпа канлĕ вырăна кайтăр! — Вара çав виçĕ савăчĕпе те шыв ăсса тавăрнаççĕ. Вучаххине пысăк хуран çакса, пур шыва та унта яраççĕ, ăшăтма; çăвма тытăнаççĕ. Вилĕрен кĕпине çурса хываççĕ, вара пĕри шывне ярать вилĕ çине, иккĕшĕ çăваççĕ. Çăвсан, уна таса шурă кĕпе тăхăнтараççĕ, вара тупăкне вырттараççĕ. Вара унта мĕн пур çынна 3 сĕвем çĕлем-çип параççĕ: çулĕ ăнтăр, (тесе). Вара, нумай-и, сахал-и вăхăт иртсен, чиркӳне пӳртрен илсе тухаççĕ; пӳртне пĕр çын та юлмаççĕ, пурте ăсатма кил-картине тухаççĕ. Унтан, ăсатса ярсан, каллех пурте пӳрте кĕре-кĕре тухаççĕ. Хĕр-арăм вилсен, кăмака умне хуран çаккине пыра-пыра пăхаççĕ: сулланмасть-и? Ĕлĕк, хăй пурăннă чуне, хуран çаккине, ир тăрсан та, каç пулсан та, уна тытман кун иртмен те-ха; мĕн тăвăпăр ĕнтĕ? Калаççĕ уна. Виле илсе тухсан, унăн чунĕ хуран çаккинчен усăнать пулать вара; вилесем уна темĕн чухлĕ йышлăн тытса тухаççĕ пулать, вара хуран çакки сулланать пулать, теççĕ. Пурте, çавна пăха-пăха тухса, килĕсене кайса пĕтеççĕ. Арçын вилсен, алăк патĕнче ярхах пулать, çав йăрхахран уснать пулать унăн чунĕ. Унтан вара çапла тата шăтăка янă чухне: ан хăра, ан хăра! теççĕ. Тăприне ярса пĕтерсен, аякка саланнине питĕ тĕплĕ пуçтараççĕ; ун тăприне лайăх пуçтармасан, хăйне пуçтарттарать, теççĕ. Вара, çапла ĕçлесе пĕтерсе, тавăрнаççĕ: калла ан çавăрăнса пăхăр, теççĕ. Калла çавăрнса пăхсан, çав çын хăй çулталăкчен вилет, теççĕ. Унтан таврăнсан, мунча кĕреççĕ. Мунчара ăш памаççĕ; çавăн ĕçне тунисем кăшĕ (= хăшĕ), астумасăр, ăшши чул çине парсан, тепри уна калать: мĕн-ма ăшши патăн? виле лери тĕнчере вĕтелеççĕ, тет, Вара вăл хăй калать: ах, астăвмарăм-çке эпĕ! Часрах пĕр курка сив шыв ăсса, алăкне чашт! сапать; вара виле вĕтеленĕ çĕртен сивĕтрĕç, тет, пулать. Çапла калаçаççĕ ваттисем. Орау. Вăсам кушака чĕррине пуçтараççи, вилнине (так!) пуçтараççи? — Ăна-кăна пăхмаççĕ, чĕррине те виллине (так!) те пуçтараççĕ. N. Ăстан вилен-ке? Макка 187. Вилнĕ çын çулĕ — нитки, бросаемые после смерти человека. Сред. Юм. Пĕрре Атăла кая парса, вилес сĕртен йолнă-ха еп (избавился от смерти); тепĕр кайсан, тôхаймастăл поль вара. Сала 71. Ача калах вилес пек макăрма пуçларĕ, тет. Зап. ВНО. Вилес карчăкпа кайăс хĕр пек (намек на сказку). Истор. Иванăн çар-пуçлăхĕ Курбский, хăй ушкăнĕпе вĕсем патне кайса, вăрçа пуçланă та, лешсем вилекеннисем вилнĕ, мĕн юлнă пеккисем вăрмана тарса пĕтнĕ. N. Вилекен хуралçă, покойный караульщик. Альш. Тата пурăнсан, старикки вилме патне çитет, тет. N. Вилме пуçтарăннă çын, умирающий. N. Вилме каян (каякан) пуйса килнĕ, пуймă каян (каякан) вилсе килнĕ, теççĕ. Юрк. Вилме-кайĕ (= вилин)! Так что же, если он умрет! Янтик. Вилнĕ çынна чĕртмелле ку! (Çĕçĕ е пуртă пит мăка пулсан çапла калаççĕ). Альш. Вилнĕ-вилмен выртат. Находится в опасном положении (больной). Ib. Вили-вилми выртат. Находится в безнадежном положении (больной). Б. Яуши. Пӳртрисем пурте вилнĕ пекех çывраççĕ, тет (спят мертвецким сном). Орау. Хĕнесе, вилнĕ пекех тунă. Хĕнесе, вилес патнех çитернĕ. Избили до полусмерти. Ядр. † Ай, çырлахах, карчăксем, шăтарас пек пăхаççĕ! — вилнĕ шапа куçĕпе вилнĕ сурăх кĕлетки. Юрк. Эсир вилнисемшĕн ан хуйхăрăр ĕнтĕ. Вы уж не горюйте об умерших. N. Кăмака çинче выртнă çĕртрех вилсе кайнă. Хăр. Пăль. 8. Вилсе порăнни-мĕн эсĕ çак таранччен? Ты что, мертвым, что-ли, был до сих пор? N. Мĕн тăвас тен ĕнтĕ, эсĕ: упăшку вилсе карĕ, ачу-пăчусем çук? — Мĕн тăвас тен, вилĕ тухнă йăлисене иртсерсен качча каймалла пулĕ, теп. Юрк. Хăйсем пурăннă-çемĕн вилеççĕ, пĕтеççĕ (= вилсе пыраççĕ). N. Эпĕ хам хĕрĕме çичĕ арçынна çитиччен патăм, анчах çиччĕшĕ те, ун патне кĕрсен, туй каçах (= каçех) виле-виле выртрĕç. Орау. Эсĕ вилним, ачу мĕн тунине курмастăн? Что ты, умер, что-ли, не видишь, что делает ребенок. Сред. Юм. Шыв хĕрĕнче пĕр-май ашкăнса çӳренĕшĕн шывва кайса вилме-чĕ кô! Актай. Хĕр ачи, çĕррине тăхăнсанах, вилсе выртрĕ, тет. Орау. Вилмесппех (так!) вилсе карĕ (умерла со словом: „вилместĕп“). Ib. Вилĕпин, вилеп, урама таттармасп (= таттармастăп). Якейк. Хытă çилейсен, ваттине те çамрăккине те: и-и, вилме маннă пуçна! теç (чтобы тебе околеть!). Ib. И, вилнĕ корак (или: сысна, или: сорăх, или: çын)! çана тăвимастăн! Слеп. Хăнча вилĕн-ши! (брань). Ib. Вăл вилсессĕн, виçĕ мăшăр çăпата çĕтесчĕ манăн, онтан йолсассăн! N. Виличченех чăваш чĕлхипе асапланчĕ. Якейк. Вилчĕ-вилçех! Все-таки выполнил желанне умереть! Сред. Юм. Вилет, 1) умирает, 2) очень страдает, 3) очень любит. Якейк. Апат çиса (ударение падает на слово „çиса“) вилмелле! (пища очень вкусна). СЧЧ. Эпĕ астăвасса тата пнрĕн пĕр ача чирлерĕ те, вилессе çитрĕ. Курм. Вилсе тохса карăн, йолашки санă çорта çути кăтартатпăр. Карине-малтине ан шокăшла. Эпир асăнар, эс ан асăн. Пиршĕн (-пирĕншĕн) торра кĕл-кĕле. Алан, улăм, эп аланма калам; аланмасăр ан порăн, чипер аланса порăн, чипер ĕçлесе порăн, çăпатуна ту. Халăхран ан уйăрăл, халăха ер. СПВВ. ПВ. Вилнĕ чунăмпа анчах кăласра лараттăм (трусил). N. Вилес пек (до упаду) кулаççĕ, ахăраççĕ, ташлаççĕ, сиккелеççĕ. Исп. Вилес пек ӳсĕрĕлеччен ĕçмерĕн-и? Кан. 1928, № 149. Карчăк хальхи вăхăтра вилес пекех (при смерти). N. Виç эрнерен мунча кĕтĕмĕр те, çан-çурăм канса вилнĕ пек пулчĕ (тело разомлело от бани). Туперккульос 33. Кун-каçа вилес пек (до изнеможения) кăçкăраççĕ. N. Урăх ачасем пухăнчĕç те, кулса вилеç (хохочут до упаду) ачаран. Юрк. Чăнласах та кунта пуринчен те кулса вилмелле-çке! Абаш. Конта ӳксе вилĕн! Здесь разобьешься (напр. на льду). В. Олг. Соташшăн вилеччĕ (вилеççĕ). Страшно хотят продать. Ч. С. Эпир аннепе макăрса вилетпĕр анчах (горько плачем). КАЯ. Акка урнă йăтă айĕнче макăрса вилет (так и плачет). Çĕнтерчĕ 33. Пирĕн вилмест. Вилмелле тăватпăр-и вара? || Потерять чувствительность. Альш. Нумай эрех ĕçекенĕн çăварĕ вилет, мĕн сыпнине сисми пулат. || Увянуть (о растениях). N. Паянхи вĕрипе çĕрĕк (вечор) сапман копăстасĕм чистах вилсе пĕтнĕ.

елем-сселем

(ссэл'эм), огромный, несуразный. Ст. Чек. Япала пысăк, тирпейсĕр пусан, вăл елем-сселем те, стан ăна кунта кӳртен, [теççĕ]. Удвоение с — эмфатическое. || Неуклюжий. Череп. и др.

елес-мелес

(эл'эс-мэл’эс), косматый, растрепанный (Шурут-Н.). Несуразный. Имеющий дикий вид; похожий ио виду на сумасшедшего или «тронувшегося». См. илес-милес. Пазух. Ют ялсенĕн ачисем елес-мелес, тур çырлах! Лучше здесь. Елес-мелес пысăкскерсем... тăнă. Ст. Чек. Елес-мелес пысăк = тирпейсĕр пысăк (безобразно большой). Н. Карм. Елес-мелес = илемсĕр. Елес-мелес хăтланса çӳрет (гов., когда человек смешно оденется в какую-нибудь рвань). См. акăш-макăш. Лучше здесь. Çак çын умĕнчех тата темĕн чухлĕ шуйттан, хăрушă, елес-мелес пысăкскерсем, ăна халĕ пăчăртаса пăрахас пек... шăлĕсене шатăртаттарса тăнă. СТИК. Ах тар (åх тåр), ку анчăк ытла елес-мелес-ĕçке! (о большой и лохматой собаке. IЬ. Мĕн елес-мелес çĕлĕк тăхăнса ятăн? (о большой и некрасивой шапке). IЬ. Ах тар (åх тåр), ку çын елес-мелес-ĕçке! (огромный, неуклюжий человек). || Огромный. Городище.

Русско-чувашский словарь

антисанитарный

прил. (син. грязный)
таса мар, вараланчăк, тирпейсĕр; магазин находится в антисанитарном состоянии магазинта тасалăхпа тирпей çук

кое-как

нареч.
1. (син. плохо, небрежно) вăли-шали, япăхрах, тимсĕр, тирпейсĕр; работать кое-как вăли-шали ĕçле
2. (син. еле-еле) аран, аран-аран, хĕнпе; мы кое-как перебрались через реку эпир юхан шыв урлă аран-аран каçкаларăмăр

небрежный

прил. (ант. аккуратный), небрежно нареч.
тирпейсĕр, типтерсĕр, тимсĕр; вăли-шали; писать небрежно тирпейсĕр çыркала

Русско-чувашский словарь (1972)

истрепать

-еплю что сов. япалана нумайччен тыткаласа киветсе яр, ҫӗтӗличчен тӑхӑнса ҫÿре (тумтире), тирпейсĕр тыткаласа юрӑхсӑра кӑлар (кӗнекене).

невежа

тирпейсĕр, намӑссӑр, чыссӑр ҫын, хӑйне ҫын умӗнче тыткалама пӗлмен ҫын, тÿрккес.

разбазарить

кого, что сов., разбазаривай несов. простор. тирпейсӗр салатма, тулӑксӑр салатса (сутса) пӗтерме (пурлӑха); не разбазаривай тирпейсĕр ан салат, тулӑксӑр салатса ан пӗтер.

чумазый

разг. хура, вараланса пĕтнĕ, тирпейсĕр (ача).

халтура

халтура, тирпейсĕр ĕç, тирпейсĕр тунă япала.

хаотический

тирпейсĕр, йĕркесĕр; хаотическое изложение ытла тирпейсĕр çырса пани.

безалаберный

йĕркесĕр, килĕшӳсĕр, сипетсĕр, тăрлавсăр, тирпейсĕр, çыпăçусăр, хăйне хăй йĕркеллĕ тытма пĕлмен çын, тĕлсĕр, чалак, киревсĕр.

бесконтрольный

контрольсĕр, тирпейсĕр, тĕрĕслевсĕр.

беспорядочный

йĕркесĕр, тирпейсĕр, ретсĕр, тĕлсĕр, тĕлсĕр-паллăсăр, сапаланчăк, урлă-пирлĕ, кутăн-пуçăн, арăш-пирĕш, алчă-малчă, калăпсăр, капашсăр, тăрлавсăр, сипетсĕр, ĕренкĕсĕр.

беспутный

йĕркесĕр, тулăксăр, сипетсĕр, тирпейсĕр, тĕпсĕр, пулăхсăр, вĕçкĕн (çын), аскăн, асса çӳрекен (çын).

Русско-чувашский словарь (1971)

безалаберный

прил. разг. йĕркесĕр, тирпейсĕр; безалаберный человек тирпейсĕр çын.

беспорядочный

прил. йĕркесĕр, тирпейсĕр, арăш-пирĕш.

бесхозяйственный

прил. тирпейсĕр, типтерсĕр, хуçалăха тытма пĕлмен; бесхозяйственное ведение дел ĕçĕ тирпейсĕр туса пыни.

битник

м. битник (капитализм çĕршывĕсенче çынлăхран тухнă тирпейсĕр çамрăк, çапкаланчăк).

богема

ж. собир. богема (капитализм çĕршывĕсенче ним шухăшсăр, тирпейсĕр пурăнакан искусство çыннисем).

выговор

м. 1. (произношение) калани, калаçни; у него окающий выговор вăл «о»-па калаçать; 2. (порицание) ятлани; (официальный) выговор; сделать выговор за небрежность тирпейсĕр пулнăшăн ятла; дать выговор выговор пар.

грубить

несов. кому-чему и без доп. чăртмах пул, кӳрентер, йывăр кала, сăпайсăр пул, тирпейсĕр калаç; грубить товарищам юлташсене сăмахпа кӳрентер.

грязнуля

м. и ж. разг. вараланчăк, тирпейсĕр çын.

замарашка

м. и ж. разг. тирпейсĕр, вараланчăк çын, йăпăх-япăх.

истрепать

сов. разг. 1. что киветсе яр, çĕтсе пĕтер, юрăхсăра кăлар (тирпейсĕр е нумайччен тыткаласа); истрепать одежду тумтире çĕтсе пĕтер; 2. кого-что (измучить) асаплантарса пĕтер; истрепать нервы нервсене пăс, ăша çунтар.

мазня

ж. 1. (плохой рисунок) япăх ӳкерчĕк; 2. (небрежная работа) лăпăр-лапăр ĕç, юрăхсăр (е тирпейсĕр) ĕç.

не⸗

приставка, япала ячĕсемпе паллă ячĕсем тăвать, çакна пĕлтерет: 1) ку приставкăсăр калакан сăмахăн пĕлтерĕшне хирĕçленине: невесёлый салху, хавас мар; недруг тăшман; 2) паллă ячĕсем тунă чух пахалăх çителĕксĕррине е тулли маррине: неплохой начар мар; неглупый ухмах мар; несильный вăйлă мар; 3) приставкасăр сăмах катартакан япала е палли çуккине: неавторитетность авторитетсăрлăх; неопрятный тирпейсĕр, тирпейлĕ мар.

неаккуратный

прил. 1. (несвоевременный) вăхăтра туман; 2. (неопрятный) тирпейсĕр, çыпăçусăр, тăрлавсăр, лăпăслапăс; 3. (небрежно сделанный) тирпейсĕр, тĕплĕ мар, алапаш.

небрежничать

несов. разг. тирпейсĕрлен, тирпейсĕр хăтлан.

небрежный

прил. (неряшливый) тирпейсĕр, тĕпсĕр, япăх, вăйăн-шайăн тунă; небрежная работа тирпейсĕр ĕç; небрежный почерк чалăш-чĕлĕш çырни; 2. (пренебрежительный) хисепсĕр, мăн кăмăллă; небрежный тон мăн кăмăллăн калаçни.

невоздержанный

прил. чараксăр, чарусăр, тирпейсĕр, калăпсăр; невоздержанный на язык чараксăр чĕлхе.

недобросовестный

прил. 1. (нечестный, непорядочный) тӳрĕ кăмăллă мар, тӳрĕ кăмăлсăр; недобросовестный человек тӳрĕ кăмăлсăр çын; 2. (небрежный) тирпейсĕр, начар тунă; недобросовестная работа тирпейсĕр ĕç.

неопрятный

прил. тирпейсĕр, таса мар, чыссăр, çыпăçусăр, лапсăрти, лапа; неопрятный человек лапсăрти çын; неопрятный костюм тирпейсĕр костюм.

неосторожный

прил. асăрханусăр, сыхланусăр, тирпейсĕр; неосторожное обращение с огнём вутта сыхланусăр тыткалани.

нерадивый

прил. тăрăшусăр, тимсĕр, тăрăшман, çиелтен (е тирпейсĕр) тăвакан юлхав, кахал, ӳркенчĕк, сӳрĕк; неравный работник тимсĕр работник; неравное отношение к занятиям ĕç çине çиелтен пахни.

неряшливый

прил. 1. (неопрятный) тирпейсĕр, тăрлавсăр, лапартанчăк, лапшака, нĕрсĕр, супъях; 2. (небрежный) япăх, тирпейсĕр; неряшливая работа япăх ĕç.

неуютный

прил. тирпейсĕр, хăтсăр, йĕркене кĕртмен.

нечистоплотный

прил. 1. (неопрятный) ирсĕр, тирпейсĕр, таса мар, нĕрсĕр; 2. перен. (нечестный) чыссăр, тӳрĕ мар, ултавлă; нечистоплотные приёмы ултавлă мелеем.

разболтанный

прил. разг. (неорганизованный, недисциплинированный) йĕркесĕр, тирпейсĕр, ретсĕр, тĕлсĕр; разболтанный человек йĕркесĕр çын.

расточитель

м. пурлăх салатакан, салатса пĕтерекен; тирпейсĕр çын.

расточительный

прил. тирпейсĕр, салатма юратакан; расточительный человек тирпейсĕр çын.

растрёпа

м. и ж. разг. тирпейсĕр çын, милкемес, лапсăрти, илес-милес, лапсăрти, лăпсăркка.

свинья

ж. 1. сысна; 2. перен., разг. (неряха) тирпейсĕр, çăрăлчăк (çын); 3. перен. разг. (подлый человек) сысна; ◇ подложить свинью кому-л, усал ту, ура яв.

сорить

несов. 1. чем и без доп. çӳпле; 2. чем, перен. разг. (безрассудно тратить) тирпейсĕр (е виçесĕр) тăккала, вĕçтер, сап (укçа-тенкĕ).

трепаться

несов. 1. (развеваться) вĕлкĕш, вĕçсе тăр, варкăш; флажки треплются от ветра ялавсем çилпе вĕлкешеççĕ; 2. разг. (изнашиваться) çĕтĕл, сӳсленсе пĕт, çуркаланса пĕт (тирпейсĕр тăхăнса çӳренипе); 3. (говорить зря, без толку) сӳпĕлтет, пакăлтат, лăпăртат.

халтура

ж. разг. 1. (побочный, лёгкий заработок) аякра ĕçлесе илнĕ укçа, çăмăл укçа; 2. (недобросовестная работа) тирпейсĕр ĕç, тăрлавсăр ĕç, ӳрĕк-сӳрĕк ĕç, ячĕшĕн ĕçлени.

халтурить

несов. 1. разг. (заниматься побочной работой) аякран ĕçлесе ил, çăмăллăн ĕçлесе ил; 2. (недобросовестно работать) тирпейсĕр ĕçле, тăрлавсăр ĕçле, ӳрĕк-сӳрĕк ĕçле, ячĕшĕн ĕçле.

халтурный

прил. разг. 1. (занимающийся халтурой) тирпейсĕр, тăрлавсăр, ĕçе çиелтен çеç тăвакан, тăрăшусăр ĕçлекен; 2. (являющийся халтурой) япăх, тăрлавсăр (япала е ĕç).

Этимологический словарь чувашского языка (1964)

тирпей

, диал. типтер 1. «порядок», «благоустройство», «экономия», «уют»; 2. «опрятный», «аккуратный», «чистоплотный»; типтер уст., диал. «бирка» (бирками пользовались в старое время неграмотные сборщики податей и сельские старосты); уйг., азерб. тәрбийә, узб., кирг., к. калп. тарбия, башк., тат., ног. тәрбиә, тур., туркм. тербие «воспитание». Заимствованы из араб. и перс. яз.: араб. пер. (тарбийат) «воспитание», «образование». Чув. типтер в значении «бирка» восходит к араб.-перс. «тетрадь», «реестр», «книга по сбору податей», «записная книжка», «журнал», «торговая книга»; сюда, в свою очередь, оно проникло из греч. διφτεра «выделанная шкура», «род пергамента, на котором писали»; в значении «тетрадь», «реестр» оно сохранилось в следующих тюрк. яз.: др. тюрк., уйг. тӓптӓр, узб. дафтар, азерб., тат., башк. дәфтәр, турк. депдер, кирг. дептер, «тетрадь»; ср. монг. дебтер «книга вообще», «тетрадь» (Бурдуков). Чувашские тирпей и типтер своими значениями вполне соответствуют арабскому и персидскому У (тартиб) «порядок», «устройство», «распределение», «план», «система». На чувашской почве в этом слове произошла перестановка слогов: тар-тиб > тип-тертәртип, кирг., узб. тартан, тур., туркм. тертип «порядок», «распорядок», «дисциплина», «режим», «система»; тәртипсез, чув. типтерсĕр, тирпейсĕр «беспорядочный», «недисциплинированный», «безалаберный».

См. также:

тирпейлĕх тирпейле тирпейлен тирпейлеттер « тирпейсĕр » тирпейсĕрлĕх тирпейсĕррĕн тирпеле тирпеллĕ тирпет

тирпейсĕр
Свойства слова не указаны
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150