Поиск: хамăр

Введите слово для поиска

Область поиска:

Чувашско-русский словарь (1982)

йăх-хурăнташ

собир.
родня
хамăр йăх-хурăнташ — своя (наша) родня

корреспондент

корреспондентский
çар корреспонденчĕ — военный корреспондент
çамрăк корреспонденчĕ — юнкор, юный корреспондент
хаçат корреспонденчĕ — корреспондент газеты
хамăр корреспондент — собственный корреспондент
ют çĕршыв корреспонденчĕсем — иностранные корреспонденты
ял корреспондетчĕсем — сельские корреспонденты
хаçат ятарлă корреспондент — специальный корреспондент
корреспондент пункчĕ — корреспондентский пункт
ятарлă корреспондентсен бригади — бригада спецкорреспондентов

такам

1.
неизвестно кто
кто-то, некто

такам килет кунта — сюда кто-то идет
кам пулч! ку? — такам такам — кто это был? — не знаю, кто
вăл такам мар-çке, хамăр çын — он же не кто-ннбудь (чужой), а свои человек

тач

то же, что тачă 3, 4.
алăка тач хуп — закрыть дверь наглухо
эсир тач хамăр тăвансем — вы наши близкие родственники

тĕллĕн

5.
наедине, в одиночку
хам тĕллĕн пурăннă чух — когда я жил один
кала хамăр тĕллĕн чух — скажи-ка, пока мы с тобой наедине

хамăр

мест. личн.-возвр.

1.  
мы сами
йăлтах хамăртан килет — все зависит от нас самих

хамăр

2.
наш, свой
хамăр бригада — наша бригада
вăл хамăр çын — он человек свой

хамăрăн

то же, что хамăр 2.
хамăрăн сăмаха çирĕп тытăпăр — мы будем верны своему слову
хамăрăннисем — свои, наши (по родству, убеждениям, работе)

шух

2.
горячиться, проявлять горячность
хамăр та кăшт шухрăмăр пулас — мы и сами, видимо, погорячились

ял

2. чаще во мн. числе с определением:
родом из какой-л. деревни
хамăр ял — 1) своя деревня 2) земляк, односельчанин
эсĕ хăш ялсем? — из каких ты мест?
ку пирĕн ялсем — он мой односельчанин
ял çынни — деревенский житель

çапла

3. вводн. сл.
так, к примеру, например
çапла, хамăр бригадăнах илер-ха — взять, к примеру, нашу бригаду

çыврат

2.
предоставлять ночлег, пускать ночевать
пурне те хамăр патра çыврататпăр — всем предоставим ночлег у нас

хамăр


хамăр ялуст. земляк, односельчанин

винават

виновный, виноватый
хамăр винават — мы сами виноваты
манра винават çук — за мной вины нет
винават ту — обвинять

Словарь чувашского языка

саклат хыв

заложить. Кĕвĕсем. Ай-хай, хамăр тантăшсем, саклат хывнă мул пекех. N. Хушпу саклат хыватпăр. Ск. и пред. 114. Хырăç-марăç памашкăн хушпу саклат хыватпăр (закладываем).

салат

разбить. N. Çав капкăн унăн урине пĕтĕмпе салатсах пăрахрĕ, тет. || Распустить (волосы). ЧС. Çӳçне-пуçне пĕтĕмпе салатса ячĕ (старуха-йомзя). || Развертывать, развязывать. Цив. Кукша аллинчи тутăрне салатса пăхнă. Толст. Марйе витрисене лартнă та, кипкине (пеленки) салата пуçланă. Н. Шинкусы. Тутăра салатса (развязав) пăхрĕ те, ăшăнчен вăтăр пилĕклĕ (вунă пуслăх) тенки тухрĕ. Бур. Çул çинче ăна хай разбойниксем тĕл пулнă та, каланă: салат лавăсене, атту вĕлерĕтпĕр, тенĕ. || N. Чӳлмек ăлавне салатса кăтарт халĕ мана. || Раздавать, разносить. Изамб. Т. Çук, çук. Нумай салатрăм. Параймастăп. N. Кашни каç писме салатаççĕ. Ман пор-ши? тесе кĕтсе тăратпăр. Шурăм-п. Хуçа укçа илсе килчĕ те, салата пуçларĕ. N. Вăрлăх валли тырă салатнă (раздавал). N. Хула тăрăх çыру салатса çӳрет (разносит). || Распродавать. N. Илекен çуккипе çур хакпах салатать. || Разобрать. Букв. 1904. Пĕрре çапла атте пĕр сехете илсе салатса тăкрĕ те, тӳрлете пуçларĕ. N. Пĕр вĕллине уçса салатса тăкнă. N. Хамăр çапах патрон ешчĕкĕсене салататпăр, патрон çитмĕ, тесе. N. Унта виççĕн-тăваттăн пулса пуртăсемпе пĕр кĕлет салатса тăкрăмăр. || Раскидывать. || Рассеивать. Чума. Куçĕсене салатса пăхса ларнă. Ск. и пред. 28. Куçĕ харшине салатса ярса. || Рассылать. Альш. Пире вырăна салата пуçларĕç (рассылать, распределять по учительским местам) БАБ. Çав пуçлăх (т. е. киремет пуçлăхĕ) килсе вырăнаçсассăнах пире (пĕчек киремет пуçлăхĕсене) пурне те вырăн тупса салатса пĕтерчĕ. || Распространять. N. Вара хăйсемпе илсе килнĕ чире яла салатаççĕ. N. Растратить; разорить. N. Ăна укçа салатнăшăн сут турĕç. Его судили за растрату денег. Орау. Ачисем апла тĕплĕ пулимарĕç, килне-çуртне салатрĕç (разорились: или распродали, иди пропили и т. п.). N. Порнăçа салатса пĕтерет поль. N. Салатакан (-даган), расточительный; расточитель.

самай

самый (русск.). Шемшер. † Ирпе тăтăм, пите çурăм, турра пуççапрăм, карăм вăрмана, тарăн çырмана, татрăм çырлине самай хĕрлине, илтĕм арăмне самай хитрине. || Довольно много, порядочно. ТХКА. Шăллăм çырма-вулама самаях вĕреннĕччĕ. Ск. и пред. 107. Хĕвел хыççăн куçакан уйăх самай çĕкленсен, тухать вĕçме вĕри-çĕлен. N. Йот патша халăхне самай илкелерĕç (в плен). Эпир çур. çĕршыв 25. Сарă яль чăвашĕсем самай тĕреклĕ пуранаççĕ, çӳрессе те капăр çӳреççĕ. Кан. Унта вăл самаях ĕçлерĕ. Сунт. Паян чăпта самай леçрĕç-и? — Леçкелерĕç самай. Сам. 28. Ун чух эсĕ ху та улшăнăн нумай, сăнă-сăпату юсанĕ самай. ЧС. Тата унта самай йĕкĕтсем пĕр-пĕринпе тавлашса чупаççĕ. N. Кунсем самай вăрăмланчĕç, çĕрсем кĕскелчĕç. N. Самай йывăр. || Часто. N. Онпа самай корса поплекенччĕ, халĕ ĕнтĕ вă (= вăл, у) та çок. || Очень. Микушк. Витере самай мăнтăр ăйăр çисе тăрать, тет. СТИК. Пасара карăм та, çуна пăхрăм. Çуна темĕн чухлĕ. Суйларăм, суйларăм та, самай лайăххине суйласа илтĕм (выбрал наилучшие, самые хорошие). || Как раз, точь-в-точь, в самый раз. Альш. -† И, кĕрӳшĕ, кĕрӳшĕ: самай ĕне пăрушĕ!.. (Насмешка). Тогаево. Ончен те полмин, сасартăк пăшал сасси самай пирĕн тĕлтрех илтĕнсе карĕ. Сĕт-к. Самай кĕтӳвĕ тохса кайнă чохне хамăр ĕнесене пырса ертсе ятăм. Ib. Текерле çонаттисампа вăш-вăш, вăш-вăш! туса вĕçсе пырать те, самай пуç тĕлне çитсен, тĕвик! тесе кăçкăрать. Орау. Самай та ашшех çав. Точь-в-точь отец. Яктик. † Пахчи, пахчи панулми, чи тăрринчи сар улми, самай татас тенĕ чух ыткăнайрĕ-каяйрĕ. Байгул. † Вĕт-вĕт чĕнтĕр, вĕт чĕнтĕр; вĕтĕ те пулин самаях. КС. Самай та упăтех çав. Настоящая обезьяна. Сĕт-к. Пирн Улюн самай ыраш вырма пуçланă чох холсăр полса. Пазух. Хура вăрмана тарса кĕтĕм, самай çулçă тăкнă чух. Çуралнă иккен эпĕ аннерен, самай телей пĕтнĕ чух. || Сносно. Тюрл. Матка порри самаях (сносно), матка çокки кичем пек (сиротливо). Микушк. † Ик аллăра патăм ик панулми, кăмăлăра самай пули, тесе. N. Пĕр шухăшласан, çапах вĕсенчен самайтарах пурăнаççĕ (живут лучше). || Облегчение, улучшение (напр., в болезни). Кореньк. Куç самаййи сисĕнмес. Не видно, чтобы глаза поправлялись. N. Людмила куçĕ пăртак самай, тесен, питĕ хĕпĕртерĕм. Ст. Яха-к. Туманнине те туса пăхрăмăр, çаплах кил-çуртра самай еннелле каймаçт, терĕç. N. Çавăн пек тусан, пăртак самаййине курать те, çынсене кайса калать. Хора-к. Эпĕ асапланнине те вăрман илтрĕ, сассине пачĕ, самая килчĕ. Шинер-п. Çавăнтах вăл ак мĕн шухшланă: çав шантала илсе тухса каяс-ха ĕнтĕ, мана вăл та самаях пулĕ-ха, тенĕ. N. Çав çын вара, ыйăхран вăрансанах, самай енне кайнă. N. Куçĕ кăшт самай пулсан (полегчать)... ЧС. Эпĕ аннене яланах: самай-и? тесе ытаттăм. Ман анне самай пулма мар, йывăртан йывăр пулат, пĕр пилĕк кунтан тăрса та ларайми пулчĕ. Ib. Тете патне аттесем, аннесем чун чăтман пирки кашни кун кайнă пекех: кайса, самайне, самай марне пĕлсе килетчĕç (т. е. справлялись о его здоровьи). БАБ. Муш (= может быть) самайрах пулнă та пулĕччĕ-и тен (мне в больнице). Ялти çынсем мĕн курни-пĕри: ачăна унта вилме анчах леçсе пăрахнă. Унта вĕтĕ ун пек тӳрленмелле мар, чирлĕ çынна юри имçампа вĕлереççĕ, тет, тетчĕçĕ, тет. Ib. Пуçу самай-и? А легче что ли голове-то? Ib. Виçĕ кунта иртрĕ эпĕ чирлени, ман пуç çапах самай мар. О сохр. здор. Эмел ĕçсе пурăнсан, чире пĕтĕмпех тӳрлетмесен те, вăл ăна кăшт та пулин самай тăвать.

Сапăр пул

быть довольным. Юрк. Хăй пурăнăçĕпе вăл cапăр пулнă. Ib. Çынсем хамăр тĕнпе питех сапăр пулман. Ib. Ют çынсенĕн йăлисене курса çӳренĕ çынсем хамăр йăлапа сапăр пулнă. Ib. Уйăрса кăларнă чухне сана лаша панă, çавăнпа сапăр пул. Ib. Малашне хуçи мĕн çитернипе сапăр пулса (у П. И. Орл. сапăр туса) пурăннă (ристансем). Сарпике 29. Савăнатăп, эсир сапăр пулсан.

сарăл

(сары̆л), расширяться (в стороны), увеличиваться в обьеме. N. Ăшăпа пур япала та сарăлать. Хорачка. Сарăлса каять. Расширяется. || Разбухать, размокнуть. N. Алăк йĕпенсе сарăлнă — хупăнмасть. N. Йăвăç йĕпенсен сарăлать. || Расстилаться, распуститься. Пазух. Хăрантсуски тутăр, шурă çӳçе, сарăлайса ӳкрĕ шыв çине. || Разливаться. Аттик. Юр ирĕлнипе çырмасене шыв тулса сарăлса каять. N. Ванданкă таçта çитех сарăлса кайрĕ. || Расходиться. Кан. Сĕт тăмламĕ сарăлса каймасăр, çĕр пек, тĕпне анса ларать. || Распускаться (о листьях, цветах). N. † Уй варĕнчи олмаççи, çӳлчи сарлать, уй толать, уй илемне вăл кӳрет. С. Дун. † Хурăн çулçи сарă çулçă, сарăлчĕ-ӳкрĕ шыв çине. Толст. Пăртак тăрсан, улма йывăççисем чечеке ларчĕç, анчах чечекĕсем пурте сарăлнă-сарăлманах тăкăнчĕç. N. Акнă япаласем пĕр-икĕ эрнерен ӳссе сарăла пуçларĕç. N. Пахчара çамрăк йывăçсем те аван сарăлса кайнă. || Светить полным светом (о солнце). Никит. Хĕвел тухса сарăлсан... ТХКА 72. Хĕвел тухса сарăлчĕ, ăшăта пуçларĕ. КАХ. Ир хĕвел тухса сарăлсан... Ала 21. Хĕвел тухса сарăлсассăн, хайхи улпут Иван патне карап курма пырать. || Расходиться (о воротных столбах). N. Хапха юписем сарăлса кайнă. || Разьезжаться (о ногах). Орау. Ура сарăлса каять. || Раздуваться, объедаться, наслаждаться. Н. Лебеж. † Çиччĕр, çиччĕр — сарăлччăр, хырăмĕсем çурăлччăр. N. Чĕресси-чĕресси çĕр-çырли, çисе сарăлса (поесть досыта) пулмарĕ. Орау. Чей ĕçсе сарăлтăм пĕтĕмпех (хорошо распарился). КС. Апат çисан, хырăм латах сарăлса карĕ. ТХКА 55. Эсĕр халĕ сивĕре ăшă пӳртре ăшăнса, сарăлса ларас, эпĕр, уялли çынсем, шăнса вилес-и вара? N. † Сарă-кайăк сарăлни олăх выти ( = ути) çоличчен. || Распластаться, расплющиться. Баран. 56. Казаксенĕн ырă учĕсем, сарăлса (распластавшись), çӳлелле çĕкленсе, çĕлен пĕк тăсăлса çырма урлă вĕлт тăваççĕ. Якейк. Пĕре анчах чышкăпа сăмсаран çапрăм, патнех сарăлса анчĕ (или: сарăлса та анчĕ. Распластавшись, упал без чувств). || Широко раскинуться; широко расположиться, занимая большое место. Ск. и пред. 38. Сарăлса ларать (раскидисто) пĕр ватă юман. Ib. 53. Пысăк сĕтĕл умĕнче тăрать Петĕр сарăлса. Баран. 91. Кетĕвĕ-кĕтĕвĕпе выльăх-чĕрлĕх сарăлса çӳрет. Пазух. Тарăн-тарăн çырмара та хурĕ ларать сарăлса. Собр. † Вăрăм чăрăш тăрринче чăпар куксем авăтаççĕ: хамăр тăвансем килнĕ чухне сарла-сарла авăтаççĕ, çичĕ ютсем килнĕ чухне тĕршĕне-тĕршĕне авăтаççĕ. || Упариться (о каше), распариваться (о посуде). Юрк. Пăттисем хуран тĕпне ан лартăр, аван сарăлтăр, тесе, калекпе ялан пăтратах тăраççĕ. Трхбл. Йывăç савăт-сапа, вĕрилесен, сарăлать. || Быть в довольстве. Хурамал. Эпир çырă, эсир сарă, тăвансем, пурăнаяр пăртак сар улма пек сарăлса. О пьяницах. Ырă курса сарăлса пурăнатпăр (в довольстве). Аку 202. Пуян, юрăхсăр ĕçсем туса, сарăлса пурăннă. N. Сарăлса пурăнма юратаканни чĕрĕлех вилнĕ вăл. Юрк. Тăшмансене сарăлма ирĕк памăпăр. Баран. 18. Тинех вара ирĕк çĕрте пурăнăпăр сарăлса. N. Ĕмĕр иртнĕ пик туйнать, пĕр сарăлса пурăнмасăрах. || Развиваться физически. N. Ӳссе сарăлса çитнĕ. Доразвился физически. || Распространяться (о молве и пр.). Изамб. Т. Хыпар сарăлнă. Распространилась молва. М. Тув. † Манăн варли чиперри вулăстипе сарăлнă. Скотолеч. 17. Кăрчанкă сарăлса кайнă (по телу). || Переноситься, расплываться. Ерк. 14. Çавăн çулла туй пулать. Чĕкеçĕн шӳхăшĕ çакăнта сарăлать, вĕри юнлă чĕри çак сывлăшпа сывлать.

сар

желтый. См. сарă. Чураль-к. † Вуник чӳрече кăмăлне вуник сар кукку тытас, тет. Мусир. † Пирĕн пичче сăрине сар сахăрпа пылланă. Лашм. † Урамăрсем (ваши улицы) тӳрĕ, кукăр-макăр, кашни кукрисерен сар çăка. Пазух. Çăварни çуни — сар çуна. Орл. II. 248. Сак айĕнче сар лаша кĕçенсе тăрĕ. (Сăра). Шемшер. † Пăтăр-пăтăр потене çулман утăна юратать; эпир хамăр çам пекех, сар коркине йорататпăр. Икково. † Сар ачари кĕмĕл çĕрри тăхăнас чох тотăхрĕ. Савăнса порăннă сар савни илес чохне сивĕнчĕ. Сред. Юм. Сар Иван (чит. сариван); хора Иван ятлă çынна колса: сар Иван, теççĕ. ЧП. Сап-сар çӳçлĕ ача (парень).

сарă хĕр

сар хĕр, русая, красивая, стройная девушка, красавица (букв.— русая девушка). Микушк. Сред. Юм. Сарă хĕр, девица с русыми волосами. Якейк. † Йори калаçрăм сар хĕрпе, хамăр арăм тумашкăн. || Вторая младшая сестра мужа. Сред. Юм.

сатур

(садур), сатор (садор), здоровый, крепкий; смелый, настойчивый, храбрый. КС. Баран. 68. Сатур хăтланнăшăн ăна парне панă. N. Пулаймарăм сатур çын. Хочаш. Сатор — чăрсăр, пит хăюллă çын. Альш. † Хамăр сатур — сиен тăваймаç. Ib. † Ачи маттур, хĕрĕ сатур: явлăк парса выляç-çке. Ib. † Елшел хĕрĕ те —сатур кам: сиксе утни сисĕнмес. Тайба-Т. † Уксаххи, чăлаххи пирте çук, матурпала сатурри пирте пур (о девушках. Хĕр сăри юрри). Ст. Шаймурз. † Çуралтăмăр матур, пурăнтăмăр сатур. Рак. † Маттур кăна пултăм, сатур ӳсрĕм, выляймарăм кăмăлăм туличчен. N. Ĕçе сатур, работящий. Рак. Трахвин питĕ сатур ĕçлеме: ăна ĕçлеме илсе кайсан, ху та ĕçе сисместĕн. Юрк. Ăна пăхнă çĕрте шăллĕсем иккĕш те ĕçе пит сатур çынсем пулнă. Янтик. Айта сатуртарах ĕçле! Ib. Ну ытла сатур ĕçлерĕмĕр ĕнтĕ, анана кăнтăрлаччен пĕтертĕмĕр.|| Храбро, смело. || Здорово, сильно. О сохр. здор. Ку çын çиессе те сатур çиет, ĕçлеме те сатур ĕçлет пулĕ, теççĕ. N. Сатур ĕçлетпĕр. Ядр. Лаша сатур туртать (везет настойчиво). Ib. Çын сатур ĕçлет (настойчиво). Алших. † Вăйçă сатур каласан, тантăш лайăх хумханат. (Хĕр сăри). N. † Вăйă сатур калакан — Каша хĕрĕ мар-ши çав. || Насильно. Сред. Юм. Хам кĕресшĕн те марччĕ, сатôрах илсе кĕчĕ, Ib. Хам илес мар тенĕччĕ, сатôрах парса ячĕ.

сахăрла

сахарить. Бугульм. † Ай-хай та милай, хамăр савни, начарлана пуçланă; сахăрласа (в накладку) чей ĕçтерсен, самайлана пуçланă. ТХКА 19. Чее сахăрласа пулккăпа ĕçтереççĕ.

сывлăш çавăр

передохнуть. См. хăрлат. N. Сывлăша çавăраймастăп-ха, ан калаçтар-ха, кăш сывлăша çавăрса илем-ха. Икково. Пăртак лашуна сывлăш çавăрттар (дай передохнуть). Букв. 1904. Хамăр çил пек пыратпăр, сывлăш çавăрма та çук, туратсем питрен çат-çат тутарса анчах юлаççĕ. N. Çывăрма выртсан, сывлăш çавăраймасăр выртни çук. || Переносно — поправиться, улучшить материальное состояние. НАК. Çапла никĕс пăтти çинĕ чух хăш чухне парнесем, укçасем тем чухлĕ пухăнаççĕ те, начар çынсем вара çавăнпала чылай сывлăш çавăраççĕ. || Сделать передышку. Отдохнуть. ХЛБ. Çĕртме хыççăн сӳресессĕн аван мар, çĕр вара сывлăш çавăрса илеймест. Календ. 1904. Хытсуха хирĕнчи çĕр ик-виç хут сухаланипе лайăх çемçелсе, çĕкленсе, сывлăш çавăрса юлать. N. Ĕçлесе пĕтĕмпех халтан кайрăм ĕнтĕ. Кăшт сывлăш çавăрса илесчĕ.

сымарлан

захворать, заболеть. Чăв. й. пур. З4°. Пĕр вăхăтра хамăр ялтах пĕр Куçма ятлă çыннăн арăмĕ сымарланнă. ЧС. Тете пулнитсара та пĕр ултă эрнене яхăн сымарланса выртрĕ.

сып

хлебать. ЧС. Шыв парсан çăварĕпе сыпат та, сăмсинчен юхса тухат (лошадь). Юрк. † Çак тăвансем асма (= асăма) килнĕ чух сыпаймарăм ăснă кашăкăма. Алших. Кĕселне сыпсан, кĕсел пĕçернипе, сĕт сыпма каçнă чух пурте кĕсел ăшне кĕрсе вилеççĕ, тет. Трхбл. † Хамăр тăван аса килсессĕн, сыпнă яшкамсене çăтаймăп. N. Анне те пер çăмарта илсе çирĕ, тата пăртак сĕт сыпрĕ. Янтик. † Шĕлешен-кайăк чĕппи мĕн çийĕт? Тулă пĕрчи хыпать, сĕт сыпать. Пирĕн аппа-йысна мĕн çиет? — Кулаçне хыпать, пыл сыпать. ТХКА 60. Ирхине тăрсан, пит-куçа çусан, тин уçланă уйранпа сыпа-сыпа, серте-çăмах яшки çисен... Качал. † Пирĕншĕн, апай, ма макрас? Ларас-сăвас ĕне мер, сыпас-çияс сĕт мер. N. † Сыпма та çук син-пыл пĕçерет, тухма (та) çук хуçи тарават. Б. Хирлепы. Сыпса çимелли апатсем, жидкие блюда. О сохр. здор. Тата кирек камăн та: чирлин те, сыввин те, шыва çăвара сыпса çумалла мар (не следует). Сĕт-к. Пĕр чĕлĕ çăккăр касса илтĕм те, твар пуçса шупа сыпса çиса ятăм. || Выпить. Юрк. Эх, сыпмасăр тӳсесси те пит хĕн çав. Эпĕ акă вырăн çук чухне: вырăн çук, тесе, ĕçетĕп. Ib. Сан пек вырăнта пулсан, эпĕ, чăнласах та, сыпса та пăхмăттăм, тет. Ск. и пред. 44. Сыпасчĕ-çке пăртак йӳççине çакăн пек ĕç хыçĕнчен. || Церковный термин: причащаться. || Переносно. ЧС. Ун чухне Пăла (река Була) ейĕве тухас пек сыпса тăрат, тет. П. Яндоуши, Б. Крышки. Каткара шыв сыпса тăрать. Вода в кадке вровень с краями, т. е. она готова пойти через край. Ib. Ма тулли ямастăн? — Халь те сыпсах тăрат вĕт. Что наливаешь неполно? — Итак уж вровень с краями.

сыха

(-hы̆), то же, что сых. N. Таса çыру вăл чун çими, чун илемлĕхĕ, чун сыххи! КС. Пит сыхă тăраççĕ вăсам. Здорово караулят (напр., огурцы). Кн. для чт. 80. Пĕр чухăн хуçа, çула каяс умĕн, хăйĕн тимĕр таварне пĕтĕмпех пуян хуçа патне сыхха леçсе панă (отнес на хранение). Вишн. 67. Çавăнпа пирĕн шăлсене, вĕсем ан ыратчăр тесе, пит сыхă усрас (беречь) пулать. N. Эпир хамăр куçа сыхланă пек, сыхă усра мана. N. Çăварăма сыхă тăрат (охраняй, остерегай), çăварăма хупса тăма чарулăх пар. Беседа. Вĕсен çывăрмасăр сыхă тăни те (настороже) урă ăйхăран сыхă мар. N. Пулла çур та, чĕрине, пĕверне, ватне кăларса илсе, вĕсене ыхă (укромное) çĕре хур, тенĕ. N. Сыхă кĕтсе тăр. Будь настороже, выжидай с осторожностью. СПВВ. Сыхă ячĕ, про запас. См. сых ятне.

сик

(сик, Пшкрт: свк), прыгать. N. † Урамăр вăрăм утмашкăн, хӳмĕр çӳлĕ сикмешкĕн. Сызр. † Тапарах та сикерех, уратине хуçарах, эпир тепĕре киличчен çĕнĕ урата хурайĕç. Ст.Чек. Тек сиксе çӳретчĕ-ха, халь сапăрланнă. Все хвастался, а теперь, небось, присмирел. Якейк. † Сик, сик (пляши) хора лаша, пире ыр çын хĕр памаçт. Ск. и пред. 76. Маттур пуса-каччисем вăйран тухса сикеççĕ. N. Тăвар сикет. Соль лопается на огне. N. Хам шăнса кайнă та (озябла), сиксе чĕтретĕп. N. Шăнса сиксе чĕтреççĕ. Беседа. Алли-урисем те сиксе чĕтреççĕ. Пазух. Çакă туйăн варринче, хитре хĕрсем хушшинче, сиксе юрлать туй ачи. N. † Эпир сиксе çупнă чух силленеттĕр маччисем. АПП. Карта сикен лаши пур. ТММ. Суккăр автан сиксе авăтат. (Вутă татни). Ау 29°. Суккăр автан сиксе авăтат. (Вăл та пулин пуртă). N. Коçсăр алтан сиксе авăтĕ. (Портă). Орау. Мур йытти, сиксех вĕрет! Юрк. † Куку сиксе авăтат йĕлме йывăçĕ тăрринче. Ала 73. † Куккук сиксе авăтат, йĕлме йывăç янăрать. || Двинуться с места. К.-Кушки. Ау 18°. Тухтăрсем каларĕç, тет: санăн хăраса чĕрӳ вырăнтан сикнĕ, терĕç, тет. Курм. Хам патарах сик (подвинься). N. Тарçи, кансĕрлес мар тесе, тек сиксе пырать (продолжает пересаживаться), тет; хуçи саваласа пырать, тет. Ашшĕ-амăшне. Вăл çапла пĕр сикмесĕр ларнă. Истор. Пĕр сăмах каласах темĕн тĕрлĕ вăйлă кайăксене вырăнтан сикейми тунă. N. Эп сикмерĕм. Я не подвинулся. || Вывихнуться. Изамб. Т. Ман алă сикрĕ. Трхбл. Хĕне-хĕне ал сыпписем сиксе пĕтрĕç. Бил до того, что все руки отбил. Якейк. Тăпра нумай йăтса ман пилĕк сикрĕ. N. Вăл мана: пĕр-пĕр япалу сикмен-и? тесе ыйтрĕ. Эпĕ ăна: сулахай алă ыратать, терĕм. || Падать. N. Шу сикет, шыв сиксе йохать (водопадик). В разн. говорах: сикекен шу. См. лок-лок, локкит. Лашм. † Пĕлĕт юхат, пĕлĕт юхат, сиксе юхан çурхи шывсем пек. Якейк. Улма йăвăççинчен улми сикмест, теççĕ. (Послов.). || Трещать; издавать треск. Собр. Вилнĕ çын чĕрине касса, пурт кĕтессине чиксессĕн, пӳрткĕтесси сикекен пулать, теççĕ. НАК. Кĕтессине никĕс айне вилнĕ çын чĕрнине хурсассăн, çав кĕтес сикекен (шартлакан) пулать, теççĕ. Çавăнпа чăвашсем пӳрт туртнă çĕре пули-пулми çынпа ача-пăчасене ярсах каймаççĕ. || Трескаться. Альш. † Самартан илнĕ сарă арча, çиччĕ тапрăм — сикмерĕ (не треснул). N. Шăнса çитнĕ çĕр сикет. || Взорваться. В. Олг. Вот тиертсе тохнă, час сиксе тохса каймас. || Быть пропущенным. N. Пĕр сăмах сиксе юлнипе, пĕтĕмпех çĕнĕрен çырмалла пулчĕ. Из-за пропуска одного слова, пришлось вновь все переписывать. || Проходить. ЧП. Аслă вăрманта ырă йывăç, çын курмасăр кун сикмест. N. † Куç-çул тухманни кун сикмест. || Стрелять, дать выстрел. Пшкрт: тэ̆ллӓзӓ удас тӓрэ̆м т̚ӓ, маны̆н пы̆жал секмӓрэ̆, тол’кы̆ листон’ы̆ анџак пы̆т-чат! тӓрэ̆. || Заражать, переноситься, переходить. О сохр. здор. Пĕринчен тепĕрне сиксе ерекен чирсем (заразные болезни). Рук. Календ. Прокоп. Чирсем нумайĕшĕ пĕр çынтан тепĕр çынна сикеççĕ. СВТ. Шатра чирĕ çынтан çынна сикет. N. Усал пурăнăç пĕр çынтан тепĕр çынна час сикет. Баран. 46. Ăна вăл хул-пуççинчен сăхнăччĕ, Ехрим старик илсе пыраччен шыççи (опухоль) хулĕнчен мăйне, кăкăрне сикрĕ. || Гнаться, бросаться. Альш. † Каччă тарăх сикмешкĕн çĕнĕ кас хĕрĕ мар эпир. Алик. Кушак, патша çуртне кĕрсен, патша хĕрĕ тăрăх сикма тапратнă. Сунчел. † Ял-ялĕнчи хĕрĕсем, ах люль-люль, хĕрĕсем, качча хирĕç сикетч-ĕçке; хамăр ялсан хĕрĕсем уява хирĕç сикетчĕ-çке. N. † Ял-ялăнчи хĕрсем, ах лӳл-лӳл, хĕрсем, каччи хирĕç сикет-ĕçке; хамăр ялсан хĕрĕсем уява хирĕç сикетĕ-çке. || Итти в случку. Кан. Ĕнесем çине сикмест. || Плескаться (о крупной рыбе в воде). N. Эпĕр Атăл хĕрне пырса тăрсан, пĕр пулă хытă сикрĕ те, эпир шотсăр хытă хăрарăмăр. || Биться усиленно (о сердце). Б. Яныши. Çав Иван Павлăвăн ернипех чĕри сиксе çӳрерĕ, тет. || В перен. знач. Якейк. Ача сиксе макăрать. Плачет громко и продолжительно. Микушк. † Урама тăрăхла шурă пӳртре сарă сăмавар сиксе вĕре-çке (кипит сильно). Чеб. † Сиксе вĕрет çамрăк чун, тăвана курсан чарăнмĕ-ши (не успокоится ли при свидании с родным)? Пазух. Сăмаварсем сиксе те, ай, вĕреççĕ, чейниксене лартсан, чар(ă)наççĕ. Цив. Хĕрарăмсем пӳртре сиксе хĕрсе пир тĕртеççĕ (ткут во всю).

сиктĕрме

шест у зыбки. Изамб. Т. Сиктĕрме — сăпка çакакан йывăç. Юрк. Сиктĕрме унки; сиктĕрме кантри. Пазух. Ача кăмăлне килсессĕн, атте кĕлет — хыр кĕлет, хырă кĕлетре сиктĕрме, сиктĕрмере сикейĕн. Альш. Пĕчĕккеççе Татяна, сикет ларать маччана. (Сиктĕрме). Ib. † Урттăш йăвăç сиктĕрми, улма йывăç пĕкечи (у зыбки). Ст. Шаймурз. † Утмăл-çитмĕл сиктĕрмерен, уйрăм сиктертĕм эпĕ пĕрне. Чуратч. Ц. Сиктĕр-сиктĕр сиктĕрме, пĕр сиктерсе ярăтăм; хамăр савни сар ача, пĕр сиктерех илĕтĕм. || Рессора, качалка. ЧП. Малти урапи сиктĕрме. СПВВ. Урапа сиктĕрми. || Переносно — нрав, характер. К.-Кушки. † Сиктĕр-сиктĕр сиктĕрме, сан сиктĕрĕшне (характер, нрав) кам пĕлмес? См. сиктерме.

силле

(силлэ), угощать. Хурамал. См. сăйла. Юрк. Кил-хуççийĕ паллă хăнана пынă çынна тытăнат силлеме. Апат тăвас умĕн эрехне те çителĕклĕ астивсе пăхаççĕ. Ib. Кил-хуçийĕ тытăнат кĕсене силлеме: пуставĕнчен пĕр савăт эрехне те туртса кăларат. Ib. † Атте-анне пур чухне чунсене силлеме пит лайăх. Ib. † Хамăр тăван лайăх чун силлеме. Альш. Хăнасене силлеме Чĕмпĕртен эрех илеççĕ. Ib. Силлеççĕ юлашкинчен ку хăнасене. Ib. † Хура курка, прака шыв, силлерĕмĕр Кашана. Ib. Татах, йыхравçа силленçи (под предлогом угощения пригласителя) пулса, хăйсем силленеççĕ Елшелсем. Ib. † Хамăр тăван пулмасан, ăçта силлĕпĕр-ши ку чуна? Изамб. Т. Евчĕ кăсене силлеме пуçлат. Ib. Хăнана силлени. Н. Седяк. Йĕтес силлекенсем (сăйлакансем) ак çапла тăваççĕ. Бюрг. † Кил, силлесех юлар-и чунсене хамăрăнах тăвансем сыв чухне. СПВВ. † Çак тăвансем патне килмен пулсан, силлеймĕттĕмĕр эпир чунсене. Ib. † Тăвансем пур чухне пире чунсем силлеме пит лайăх. || В перен. смысле. N. Парăмне парас вырăнне йĕрмĕшсе калаçнă сăмахĕ-юмахĕпе силлет.

суе

ложь. Кильд. Çакă сăмахсене суе теме çук, ăна эпир хамăр ăспа пĕлеймастпăр. См. суя.

сулăн

размахиваться. Бес. чув. 2. Вăл ĕричак сулăнмассерен (при каждом взмахе) çавăрăна-çавăрăна пăхать те, чĕтĕрекелесе тăрать. || Клониться. Бел. Çавăн чухне ирхи апат вăхăтĕнче тухса кайнă çын пилĕк çухрăма хĕвел кăнтăрларан каçаллана сулăнсассăн тин хăнана çитмелле пулчĕ. Изамб. Т. Эпир ĕнер, кăнтăрла сулăнсан, пулла (на рыбалку) кайрăмăр. N. Кăвакăн-кăвакăн пĕлт хăпарать, кай енелле сулăнать. О земл. Йывă шăтсан, калчасем пĕр-пĕрне тăвăрлаççĕ, çĕрелле сулăнаççĕ. Якейк. Каçалла солăннă (= летом часов в 5—6, а зимою в 2—3). N. Тĕттĕм сулăннă, сумерки. || Раскатываться на раскате. Султангул. † Сĕнĕ çуна кӳлтĕм те çула тухрăм, çунамçăм сулăнчĕ те, ай, юр тулчĕ. Чураль-к. † Кӳлтĕм-тухрăм сар лаша, сикрĕ-ларчĕ сарă хĕр; сулăнкара та сулăнать, лакăмра та ларса юлать. N. † Çони солăнать солнăк енелле (по уклону раската), эпир хамăр çавнашкал, ĕçкĕ енелле солнатпăр. N. † Çырма хĕррипеле пынă чух çунам сулăнасран чунăм çук. || Слоняться. Ст. Яха-к. Шăпăрçăпа парапан çапаканнисем çук пулсан, сĕрен халăхĕ вара ахалех сулăнса çӳрет. Сĕт-к. Апат шыраса солăнса çӳреççĕ. || Направиться. Юрк. Хăйĕнĕ пур чухне кирек кам та юта сулăнас çук. Кан. Улатăр вăрманĕсенчи кашкăрсем кунталла сулăннă. Баран. 4З. Ăлавсем иртсе кяйсан, кайăк (заяц), çул урлă каçса, майĕпе анкартинелле сулăннă. N. Вут хĕлхемĕ тухса çӳлелле сулăннă пек. Изванк. Çак ача, вăл кăçал салтака сулăнтăр (чтобы ушел) тесе, тем чул ылханакансем (зложелатели) пулĕ. („Тĕп саканче пăт чӳклени“). М. Сунч. Вара, выляса чăрансан, пурте килелле сулăнаççĕ. N. † Икĕ старик орам тăрăх отаççĕ: ста ĕçкĕ, онталла солнаççĕ. Шурăм-п. Çамрăккисем килелле сулăна пуçларĕç. Вĕсем хыççăн ваттисем те кайрĕç. Альш. Кайрăм урам тăршшĕпе, сулăнтăм тăван еннелле. Сунт. Тĕрĕс, Петĕр, эс калани. Эс Хветюк патĕнче çыратăн-и? — терĕ Шикайĕвă. Петĕр Хветюксен пӳрчĕ енелле сулăннине курса. N. Упăшки калĕ: ман санпа мĕн туса ларас? эсĕ çырăва пĕлместĕн, тийĕ. Вăл (он) вара килтен тухса сулăнĕ. || Иметь желание, иметь надежду. Б. Аккоз. Сана корасса солăнманччĕ. Не надеялся увидеться о тобой. (У других скажут: сана курасса та сунманччĕ). Кн. для чт. 107. Çурисем амăшне кĕтеççĕ, кĕтсе илессĕн сулăнмаççĕ. || Шататься, качаться. N. Хурăн сулăнса кайнă (пошатнулась). Сĕт-к. Çав пачкалăка пĕкĕ пемелле: тем çĕрех солăнса карĕ. Орау. Сулăнса карĕ те, ӳкрĕ-вилчĕ. Ib. Сулăнса кайса ӳкрĕ те, çавăнтах пĕтрĕ. Зашатался и упал мертвым. Изамб. Т. Сĕве кĕпери урлă каçнă чухне кĕперĕ сулăна-сулăна каят (качается). Альш. † Пусмаран антăм — сулăнтăм, тăванăмсенчен уйăрăлтăм. (Хĕр йĕрри). Пазух. Алăкран тухăп — сулăнăп, атте-аннерен уйăрăлăп. || В перен. зн. — лишиться. N. Вăйран - халтан сулăннă. Юрк. Лаши мĕскĕн, вăйран сулăннăскер, нимĕн тума пĕлмесĕр, турта хушшинче çав пăркаланса пырат. Ау 110. Ку чысти вăйран сулăннă, тет, хăй чĕлхине кăларнă, тет, хӳрине аялалла тăснă, тет. Толст. Пĕр çухрăм пек кайсан, вăл пĕтĕмпе вăйран сулăннă, урисем тем пек сурнă. N. Енчен эсĕ сулăнса кайсассăн (если ты сбился с пути), ун çине шанчăк çук вара. Алекс. Нев. Ашшĕ-амăшĕсем, ачисем çине пăхса, вĕсемпе малашне мĕн пуласси çинчен шухăшласа, пĕтĕмпех йĕрсе сулăннă: чăнахах курайман тăшман пиртен туртса илĕ-ши вара вĕсене? тенĕ.

супол

то же, что сывпул, будь здоров, досвиданья, прощай. Ишек. Тăхта-ха мана çима, хамăр ялсене супол тем хоть, терĕ, тет.

сурчăк

сорчăк (сурζ’ы̆к, сурџ̌ы̆к , сорџ̌ы̆к ), плевок, слюна. ЧП. Хамăр савни чуптусан, сурчăкĕсем пыл пак туйăнать. Альш. † Савнă-ях та тăванăмсене (родных) эп чуптурăм, сурчăкăмсем кайрĕç пыл пулса. Синьял. † Атăл варне вак касрăм, пăрĕ карĕ те, сулă пулчĕ; чун савнине чуптурăм: сурчăк карĕ — пыл пулчĕ. Орау. Çук чухне чăтан епле пулсан та: сурчăка çăтса çӳрен вара (относительно курева). Ib. Сурчăкне те аран-аран сурса кăларать (с трудом отхаркивает). Ib. Сурчăк çăтса та анмаçт, темĕскер пыр шăтăк типсе ларчĕ (пересохло в горле). N. Сорчăка каялла çоласа илес çок. О сохр. здор. Ун пек ӳсĕрнĕ чухне ача сурчăкне кăларма хăтланса аллисемпе мĕне те пулин ярса тытма тăрăшать. Туперккульос 4. Сывмар çын, ӳсĕрсе, сурчăк пĕрчисене сывлăма пĕрĕхтерсе ярать. || Сред. Юм. Çиппе кăмакана хываччин кайса çăвас тессине: çип сôрчăк кайса кăларас, теççĕ. N. çип сурчăкĕ. См. кантăр.

сут ту

судить, осудить. НЧ. Эсĕ пĕр айăпсăрах вĕлермелле сут тунă çынсене вилĕмрен çалтăн. N. Хайхи улпут: эпĕ сут тума пĕлетĕп, çыхса ларт мана, тенĕ. Орау. Халĕ кил вырăнне хамăр çине сут турăç (присудили усадьбу нам), хучĕ (приговор) çине пичет пустартăм. Н. Сунтар. Эсĕ пире сут туса тăр. Ты суди нас. || Обсуждать. N. Чирсенчен пулăшу парасси çинчен сут тăваççĕ.

сухан

сохан (суhан, соhан, соҕан), лук. Вилĕ-яли. Çимĕçпе пĕрле тата камăн пурри симĕс сухан хывать. Сятра: соҕана с'ом п̚осс'изэ манн'а. Мой лук зарос сорными травами. Пшкрт; кӧр пэ̆р соҕан. Дай мне одну луковицу. Якейк. Эпĕр хамăр сохан йӳççи. Юрк. Ай-хай пуç ыратат, пĕр пуç сухан тупса парăр. Шорк. Сохан чĕрес, срывать самые крайние перья лука.

сӳре

боронить. Баран. 108. Çĕре тислĕк тăкса çемçетнĕ хыççăн, ăна лайăхрах витерсе сӳрес пулать. N. Икĕ кон сохаларĕ: хам хыçран хамăр кĕсрепе сӳресе путăм (= пытăм). СЧУШ. Атте сухана кайма тытăнчĕ, мана сӳреме илсе каяс, терĕ. || Делать развод, разводить (зубья пилы). Шарбаш.

савăр

сурок. Зап. ВНО. N. Сăвăр шăтăкĕнчен тухса ларать. Н. Седяк. Сăвăр питĕ макăрать, тет, çын тытсан; куççулĕсене шăлса макăрать, çавăнпа ăна: çынран пулнă, теççĕ. Собр. † Хамăр тăван килет асăнса, сăвăр тирĕ витĕнсе. Юрк. † Çӳлĕ тусем çинче сăвăр ларат, унăн йăви йывăç тĕпĕ çинче. Н. Карм. Сăвăр — сурок, живет на горах, свистит. Альш. Сăрт хĕрринче сăвăр шăтăкĕсем пур. Унта сăвăр нумай. Сăвăрсем сарăрах семлĕ (сарăрах тĕслĕ, желтоватого цвета), хурарах семли те пулать. Вĕсем уçăм çинче тăранса çӳреççĕ ерттеллипе. Пĕр иккĕшĕ ялан ту çинче çын килнине сыхласа лараççĕ. Сыхлаканнисем икĕ кайри урисем çине лараççĕ те, çын килнине курсанах: чрин! чрин! кăшкăраççĕ: таçтан аякран кураççĕ вĕсем çынна. Ку кăшкăрсанах, ыттисем шăтăкĕсем патнелле чупа-чупа пыраççĕ, пĕчĕкçĕрех йытă пек. Шăтăкĕ умне пыраççĕ те, лараççĕ пăхса кайри урисем çинче; çывăха пыра пуçласанах, сысна пек: кăрин! кăрин! туса, пупăл-пупăл тенĕ пек каласа кĕрсе каяççĕ. Тахçанччен тухмаççĕ пĕр кĕрсен. Шăтăкĕ вĕсен питĕ тарăна каять. Шалта вăл пӳлĕмлĕ-пӳлĕмлĕ пулат. Унтан-кунтаи тухмашкăн „тĕннисем“ пур, шăтăкĕсем. Вăл сăвăрсем акă ăçтан пулса кайнă, тет. Ĕлĕк пĕр пуппалан начарккарах чăвашăн анисем юнашар пулнă, тат. Акаççĕ, тет те, кĕсем, пупăн тырри начар пулат, тет, лешĕн тырри лайăх пулат, тет. Пуп кунăн тыррине хăй йышăнат, тет, хăй анине çук çынна парат, тет. Леш калат, тет: манăн ку мар, лешĕ манăн, тесе калат, тет. Хайхисем тавлаша-тавлаша сута каяççĕ, тет. Сутсем кĕсен анисене килсе пăхмалла, тет. Пуп хăйĕн пĕр ачипе пĕр хĕрне анасем çине ертсе каят, тет те, леш çук-çын ани çине нӳхреп пекки алтса, ку ачапа хĕрне çавăнта кӳртсе лартат, тет. Кунта килсе ыйтĕç, эсир вара: ку пупăн, леш çукăн, тесе ларăр, тесе калат, тет, ачисене. Хайхисене тăпра курăнмалла мар витсе хăварат, тет те, каят, тет, килне. Акă, нумай тăмаççĕ, тет, килеççĕ, тет, хай сутсем. Каяççĕ, тет, пурте кĕсем анасем патне. Çитеççĕ, тет те, аптăраççĕ, тет: ниçтан хăшĕ хăшийĕнне пĕлме çук, тет. Пуп калат, тет: атьăр, çĕртен хăйĕнчен ыйтар, тесе калат, тет. Ыйтаççĕ, тет, çĕртен: ку кам ани? тесе калаççĕ, тет. Çук-çын ани çинче: пупăн, пупăн, тесе калат, тет. Леш пупĕ ани çинче: çукăн, çукăн, тесе калат, тет. Çапла пуп çук-çын анине йышăнат, тет. Анчах уншăн унăн ачисем çын пулаймаççĕ, тет: сăвăр тăват, тет, вĕсене турă. Вĕсем хиртех пурăнмалла пулса юлаççĕ, тет, çапла. Сăвăрсем шăтăкне кĕрсе кайнă чухне, темĕнле: пупăн, пупăн, çукăн, çукăн, тенĕ пек каласа кĕрсе каяççĕ вĕсем.

сĕлттав

повод, причина, предлог. Ильм. Пĕр-пĕр сăлттав тупаççĕ те, евчи ачĕне хĕр ашшĕ патне тӳрех ярать (сваха посылает парня к отцу девушки). Юрк. Паян атте килчĕ: сăлттавĕ — мана хамăр яла хĕр курма илсе каясшăн. Ib. Сăлттавпа калаçса пăхни. Ib. Сăлттавĕ аван. Хорош предлог (отговорка). А. Турх. Сăлттав — повод к чему-нибудь. См. сăлтав.

сăмах хуш

поговорить, сказать. N. Мĕн хушнине вăсем ним сăмах хушмасăрах ĕçе тытăнаççĕ. N. Кĕрсе сăмах хушам вĕсемпе. БАБ. Çавăнпа анне унпа сăмах хушса хамăр хуйăх çинчен каласа кăтартрĕ ăна. || Ала 8°. Ку çамăрк хуçа вара вăсенчен сывлăх ыйтса сăмах хушнă, уна хирĕç хĕрин ашшĕпе-амăшĕ те сывлăх парса сăмах хушнă.

сăмса

(сы̆мза), нос. ТММ. Название носа и его частей: 1) самса, нос; 2) сăмса шăтăкĕ, ноздря; З) сăмса кимĕрчекĕ,— кăмăрчакĕ, — кимĕреки, перегородка носа; 4) сăмса çуначĕ, края носа около ноздрей; 5) сăмса лупашки, желобок под перегородкой между ноздрями; б) сăмса кучĕ, место около ноздрей, внизу; 7) сăмса кучĕ, переносье (Чебокс. р.); 8) сăмса тĕпĕ, переносье (М.-Яльчик. р.); 9) сăмса кăкĕ, переносье (Ибрес. р.); 10) сăмса тӳрчĕ, хребет носа, спинка; 11) сăмса каçанĕ, хребет (М.-Яльчик. р.); 12) сăмса тăрши, хребет носа (Ибрес. р.); 13) сăмса вĕçĕ — кончик носа; 14) сăмса çийĕ,— тӳрчĕкĕ, спинка хребта, 15) сăмса лапчăкĕ, переносье (М.-Яльчик. р.); 16) сăмса карчĕ (Алик. р.). ЧС. Чăвашсем: сывмар çынăн сăмси сулахай енелле пăрăнсан, çын вилет, теççĕ; сылтăм енелле пăрăнсассăн, сывалать, теççĕ. Б. 13. Сăмса айĕнчи курăнмасть, вăрман урли курăнать. Трхбл. Виçĕ юпапа аслăк тăрать. (Сăмса). Пазух. Çакă ялăн хĕрсене сăмса тăрăх пăхтартăм. Выçăхакансем 26. Сăмсана çурать. К.-Кушки. Сăмса йӳçсе тăрат. (У меня) насморк. Шибач. Сăмса питĕрĕнсе ларчĕ (при насморке). Хурамал. Лаша йĕпене сăмсипе туртать, теççĕ. Собр. Сăмса питĕрнсессĕн, тăман пулат, теççĕ. Орау, Туппăрн-и? — Тумпан. — Сăмсу айне пулчĕ пуль (наверное, тут же под носом лежит, а ты не замечаешь). Городище. „Сăмси туртмасть. Не ходит к кому-либо после нанесешшх неприятностей“. N. Сăмса питĕрĕнсен (если заложит нос), çумăр çăват, теççĕ. Коракыш. † Ула лаша утлантăм, улăх тăрăх чуптартăм, çакă ялăн хĕрсене сăмса тăрăх пăхтартăм. Ib. Хайхи усал тухрĕ те калать: эсĕ паянах тамăка кайрăн, тет. Сред. Юм. Сăмсана йытта касса парам (говорят, когда в чем-нибудь уверены). Ib. Сăмсапа ӳсрет, чихает. Ib. Сăмсапа тортакан тапак, нюхательный табак. N. Хресченĕн хăлхи илтмен. Калаçма вăл хулăн сасăпа, сăмсапарах калаçнă. О сохр. здор. Тата вăл ӳслĕке те ерет (малтан сăмсаран ӳсĕрет). Скотолеч. 34. Вара сурах сунаспа аптăраса тек сăмсаран ӳсĕрет. СТИК. Пĕчĕкçĕ ачана пĕр-пĕр япала парса илмесен, ăна кирлĕ мар, тутлă мар, çиместĕп, тесе, илмесен, ăна: сăмсу айĕнчи тутлă, тесе калаççĕ. Орау. Япалана куç умăнче выртнă çĕртех, хăш чухне, асăрхаймасăр шыраса çӳреççĕ. Çавăн пек чухне тепри: ак кунта вĕт (япалу), сăмса айне пулнă, тиççĕ. СПВВ. Сăмса ăшши туса лартрăм (избушку). Тим.-к. -† Картлă-картлă пашалу, карчĕ тăрăх çу юхать. Çиес килет — пĕçерет, пĕçернине мĕн пĕлен, сăмсу таран пусса çырт. КС. Сăмсаран шаклатас (слабее, чем шаклатас = шаклаттарас). Юрк. Самсана шăшлакан тапак пуракĕ хуппи çумне çыпçăнсан, йĕпе пулат. Изамб. Т. Пирĕн хамăр хушшăмăрта та тарçă тытсан, ăна сăмсипе çĕр сухалаттарасса çитеççĕ. Собр. Хывнă кун килти çын сăмсан (= сăмсапа) ĕсĕрсен, тепĕр çав вăхăтчен вилет, теççĕ. Ст. Чек. Сăмсана пăрат, çиленсен çын сăмсине пăрат; кăмăлне кайманнине илтсен, çын сăмсана пăрат. Ib. Сăмсине картса ярас. Надо ему зарубку зарубить, чтобы не забыл (о беспамятных и пр.). Альш. Сăмсана кӳ! пырса çапăнат. Отрыгается в носу. N. Сăмсана тавăрчĕ, сделал ядовитое и прямое замечание по чьему-либо адресу. N. Самсаран тĕрт, почти то же, что сăмсана тавăр. Кильд. Эпĕ уна çыпăçас мар та, манăн сăмсама йытă çитĕр. Н. Седяк. Сăмса кĕçĕтсен, çын вилнĕ. (Примета). Сятра. Сăмса тортса çурат (= çывăрать), храпит. Ib. Амĕш ачине мĕн те пуса парат пулсан, ача: ку пĕчиккĕ, аван мар, тесен: сăмсу айĕнчи пысăк, тутлă, тет. ГТТ. Сăмсана тăсса çӳрет. || Сопли. N. † Çакă ялăн хĕрĕсен сăмси (сопли) юхать, курмастри? Пшкрт. Сăмсине йоктарса çӳрет (сопливый). Ib. Сăмсапа лапăртаса лартнă (соплями). Шибач. Сăмса тохать (сопли). N. Чăн асли яланах сăмса айне тирпейсĕр тытат, тет, пĕрмай сăмсине юхтарса çӳрет, тет. Якейк. Ачайăн сăмси тохнă, шăлса ил-хе. Шурăм-п. Ан макăрса тăр кунта, юха-сăмса. N. Пĕчĕк ачасем сăмсисене (или: сăмсине, или: сăмса) шăла пĕлмеççĕ. || Клюв. Дик. леб. 39. Елиса пиччĕшĕсем хĕвел тухнă чух, акăш пулса, хăйсен юратнă йăмăкне вырттарнă куçлă-куçлă хутаçа сăмсисемпе хĕстерсе тытнă та, çӳлелле, пĕлĕт патне çитех явăнса вĕçсе улăхнă. || Мясистый отросток на клюве индюка. Сред. Юм. Кăркка сăмсине тăсса антарчĕ. || Носовая часть судна. Сунт. Прахут, сăмсине майĕпе тăвалла çавăрса, пристăнь çумне пырса лартĕ. || Краюха (хлеба). БАБ. Сĕтел çинче выртакан çăккăра илчĕ те, варринчен пĕр сăмса касса илсе, сĕтел çине хучĕ. Якейк. Сăмси, краюшка. Собр. Çын аллинчи кукăль сăмси пысăк курнат, теççĕ. || Особые зарубки на жертвенной лепешке. Менча Ч. Çимĕçсене кăмакана хывиччен, пĕр хăпартуин аяккине алăпа виçĕ мăклĕ тăваççĕ те, ăна сăмса теççĕ. (Ака пăтти). ДФФ. Пашалу хĕрне пĕр енчен пурнепе пиллĕк чĕпĕтсе картлатьчĕç, ăна „сăмси“ тетчĕç. С. Тим. Пилĕк сăмсалă, варринче хĕреслĕ пашалу (употребляется при жертве хĕрт-сурт'у). || Небольшой пирог из белой муки. Сред. Юм. Ib. Сăмса. Так назыв. в Ковалях, Урмар. р. маленькие пирожкн, приготовляемые у татар. || Часть ручки посуды, напр., ковша и пр. Собр. Пĕчиçиç курка — сар курка, аври сăмси — шур ылттăн. || Передний угол лезвия топора. Кора-к. † Пушăт касма карăм та, пуртăн сăмси катăк пулчĕ. || Мыс. Хорачка. Сăмса, мыс. N. Çапла ишсе пынăçем, эпир сăмса çине пырса кĕтĕмĕр. || Грива. Пшкрт. Çа сăмсара молкаç выртатьчĕ. КС. Сăмса, угол леса, поля. См. хĕрт-сурт'у). || Небольшой пирог из белой муки. Сред. Юм. Ib. Сăмса. Так назыв. в Ковалях, Урмар. р. маленькие пирожкн, приготовляемые у татар. || Часть ручки посуды, напр., ковша и пр. Собр. Пĕчиçиç курка — сар курка, аври сăмси — шур ылттăн. || Передний угол лезвия топора. Кора-к. † Пушăт касма карăм та, пуртăн сăмси катăк пулчĕ. || Мыс. Хорачка. Сăмса, мыс. N. Çапла ишсе пынăçем, эпир сăмса çине пырса кĕтĕмĕр. || Грива. Пшкрт. Çа сăмсара молкаç выртатьчĕ. КС. Сăмса, угол леса, поля. См. __сăмсак_.

сĕр

(сăр), мазать, замазать. Çутт. 29. Аппа çав эмеле сĕрсе кĕçĕрен аран-аран тасалчĕ. Ау 21. Унтан килтĕм-килтĕм те, чипер аппан тути çурăлнăччĕ те, ăна çăва сĕрсе хăвартăм. N. Эс ман çурăма сĕрсе яр-ха. Сред. Юм. Орапа сĕр, мазать телегу дегтем. ЧС Манăн алла анне пиçнĕ хăмлапа та çыхатьчĕ, тата эрехпе те сĕретчĕ те, çапах та час тӳрленмерĕ. Орау. Чӳречесене сĕрсе лартнă, уçас мар. Ib. Путылккана питĕрсе сĕрсех хунă (замазали). N. Шур çуçлĕ пулаччен пурăнччăр тесе парнипе тутисене сĕреççĕ. || Гдадить. Собр. Лаша çине çĕрĕ тăхăннă алăпа сĕрсен, лаша мăнтăр пулат, теççĕ. Шурăм-п. Пусма картлашки çине выртрĕ, тет те, хырăм сĕрме (сĕтĕрме) тапратрĕ, тет. Хастарлăх 38. Сĕрсе утни — кивелчĕ вăл. || Тереть (mortuum in Iavando). Юрк. Алă тупанĕпе сĕрмеççĕ, тепĕр енĕпе сĕреççĕ. || Шăркать (о спичке). Хурамал. Шăрпăка сĕрсе тивретеççĕ (зажигают). Орау. Сĕрмелли, спичка (иносказательно). Тюрл. Вăсем вутне шăрпăкпа чĕртмеççĕ, икĕ пулинкене сĕрсе чĕртеççĕ. || Пилить. Ала 56. Çак кĕлтунă вăхăтра темĕскер кĕмсĕртетнĕ сасă илтĕнчĕ, унччен те пулмарĕ, темĕскер пăчăкăла сĕре пуçларĕç, вĕсем сĕрсен-сĕрсен, тинех пĕлтĕм вĕсем эпĕ тăракан йăвăçа сĕрнине. Çурри йăвăçа сĕрсе çитсен тепĕр еннен сĕре пуçларăçĕ, çак вăхăтра манăн чунăм пĕтĕмпех чĕрне вĕçне çитрĕ. || Резать. Альш. Çĕççи мука пулат, тет те, сĕреççĕ, тет, сĕреççĕ, тет, çеççи сĕрмес, тет. || Ударить, стегать. Орау. Сĕр пĕре пушупа. Ib. Лешне пĕрре пушипе сĕрсе ячĕ (вытянул). Ст. Чек. Сĕрсе илнĕ, стегнул (кнутом). || Мыть. С. Тим. † Урай хăмисем сарă мар, пусса сĕрекен эпир мар. N. Сакă сĕрмелли. || Петь песни. Орау. Сĕрет юрра! Поет и поет (хорошим мотивом; задушевно). || Чистить. N. Хамăр ялăн хĕрĕсем, сĕрсе çакнă укçа пек, ялтăртатса çӳреççĕ. | Мямлить. КС. Сĕрсе калаçать, мямлит. || „Устроить“ (иронически; т. е. напортить). Сред. Юм. Сĕрет ĕнтĕ ô. Но он уже это сделает (с иронией, о человеке, не могущем сделать). Ib. Маçтăрсем тăвайманнине эс туса сĕрен ĕнтĕ ôна (с иронней). Мастера не могли сделать, а уже где тебе. || Дать взятку, „подмазать“. || Наговорить на кого, нашептать, наябедничать.

çавăра

(с'авы̆ра), çавра (с'авра), круглый. Панклеи. Вăр çавăра куçлă хĕр, девица с круглыми-прекруглыми глазами. N. † Çӳл ту çинче виç хурăн, çулçи çавра, хăй сайра. Юрк. † Санăн çавра куçă кам çинче? Манăн çавра куçăм сан çинче. АПП. † Пăха (вар. пăхма) пĕлмен çавра куç, икĕ куçĕ хĕп-хĕрлĕ. Рак. † Ĕнтĕ уйăх çавра, уйăх çавра, ман пуçăмри хура çĕлĕк пек. || Круг (напр., в хороводах). Альш. Пĕр тĕми çинчисем тепĕр тĕми çине вăйă курма пек мĕн пек пулса каяççĕ пĕрле пĕр çавра (один общий круг) туса калама. Ib. Тăнă çавра çавăрăнса. Варринче, сак çинче сĕтел умнерех купăсçă ларать. || Кружным, окольным путем, не напрямки. КС. Çавра = тавра. Ib. Çавра каян çу хыпать. || Куплет песни. Пазух. Пĕр-ик çавра юрă, ай, юрласшăн, хăвармарăм сирĕн кăмăлăра. Байгул. † Пĕр икĕ çавра юр юрласшăн, тăвансене кăмăлсăр хăварас мар. Альш. † Виçĕ çавра юрă юрласшăн, хăвараймăп тăванăн кăмăлне. Трхбл. † Пĕр-ик çавра юрă та, ай, юрласшăн, хăварас мар хуçанăн кăмăлне. [Çавра юрă — куплет или несколько куплетов в песне, — связанных по смыслу]. Ст. Дув. † Хамăр тăвансен килне килсессĕн, виç çавра юрă юрлассăм килет-çке. Ст. Шаймурз. Акă йысна патне килсессĕн, виç çавра юрра хĕрхенес мар. Шибач. Ик-виç çавра юрă юрлам-ха кайиччен. Сред. Юм. † Çавра йорй йорлар-и (пропоем один куплет), тăшмансĕне хорлар-и? || Раз. Т. VI, 63. Тата виç çавра юрлăр-ха (спойте три раза; так обьяснил КС.). Юрк. † Пĕр çавра юрласшăн, хăварас мар хăтам кăмăлне. Сĕт-к. Пĕр çавра йорласа илтĕмĕр. Г. А. Отрыв. Вилес умĕн вара çав чĕлхеç (старуха Чĕкеçук) виç çавра: „Ярантайăн ят юлтăр, Чĕкеçук карчăк тĕп пултăр“, тесе юрланă та, вилсе кайнă, тет.

çавăрăн

çавăрн, çаврăн (с'овы̆ры̆н, с'авы̆рн, с'авры̆н), вертеться, вращаться. Чураль-к. Ылтăн пахчара — ылтăн тенел; ылтăн тенелте — ылтăн урапа; çав урапа епле тенел тавра çавăрнать, çавăн пекех çав хĕр ăшчикки çав ачашăн çавăрăнтăр. (Из наговора „хĕрсен пуçне çавăрмалли“). N. † Çӳлĕ ту çине арман лартрăм çиле хирĕç çаврăнма; кăçал пире, килес çул сире, тĕнчи çапла çаврăнат. Ск. и пред. чув. 11. Вутăн йĕри-тавра старик выртать çаврăнса. || В перен. смысле. Альш. † Ай-хай çинçе пӳçĕм, çамрăк кăкăрçăм: çаврăнат-çке купăсăн майĕпе. IЬ. † Кĕмĕл çĕрĕ, ахах куç, çавăрнат пурне майĕпе, ай-хай пуçăм — çамрăк пуç, çаврăнат хĕвел майĕпе, ах кăкăрçăм çамрăк кăкăр, çаврăнат купăс майĕпе. Синьял. † Вăта пурнери кĕмĕл çĕрри пурне майпе çавăрнать; йăс шăнкрав пек сассăм пур, купăс майĕпе çавăрнать. || Повертываться. N. Юрă сассипе хула çавăрăнса ларассăн туйăнать. N. Ку кашкăр хăш енне хăвăрт çавăрнайманнине, вĕреннĕскер, пĕлнĕ пулнă. N. Ку пĕрре çапат, тет те, тепĕр енелле çаврăнса ларат, тет (изба). N. Ман енелле çаврăнса тăр. Шорк. Малтан хăй, окçа çок тесе, йĕрет, кайран эпĕ окçа паратăп: ме, ил, тетĕп, вăл манран çавăрна тăчĕ. Сам сначала плакался, что денег у него нет; потом я ему предлагаю, а он взял да отвернулся от меня (выражение недоумения, неожиданности). N. Çаврăнса кайтăр! Чорт с ним (чтобы его перевернуло). || Кружить. С. Айб. † Ĕнтĕ çил çаврăнать, çил çаврăнать; çĕмĕрчипе хăви авăнать. Юрк. † Шурă Атăл хĕрринче шурă хăйăр, паян çаврăнса çуна юр пекех. N. Сасартăках пĕр ушкăн вĕлле хурчĕ вĕçсе пынă та, ун тĕлĕнче çаврăнса тăра пуçланă. Альш. † Улăхрăм çӳлĕ ту çине: тир хуранĕ вĕрет çаврăнса. Вĕрет, вĕрет, çавăрăнаймаст, ман кăмăлăм сиртен тăранаймаст. || Кружиться (о голове). НТЧ. Вăл çапла, çиес килет тесе чарăнсанах, манăн пуç çавăрăнса кайрĕ (закружилась). Курм. Шывра çапла шухăшласа тăнă çĕртрех пуç çаврăнса килчĕ те, весерле кайрăм-ӳкрĕм. Баран. 56. Аялалла сирпĕнсе аннă чух ик-виç хут вĕл-вĕл çаврăнса илнĕ те, лаши-мĕнĕпе вĕçлĕ чул çине пырса çапăннă. Кĕвĕсем. Пĕр çырмасăр шурă хут варланмас, пĕр шухăшсăр çамрăк пуç çаврăнмас. || Свертываться. Çутт. 68. Чĕрĕпсем хăранипе иккĕш те йăпăр-йăпăр çăмха пек çавăрнса выртрĕç. || Объехать, обойти. НТЧ. Чĕнсе çавăрăнсассăн, киле тавăрăнать. Когда объедет всех с приглашениями, возвращается домой. N. Эпĕ çĕр çинче çӳрерĕм, пĕтĕм çĕре çавăрăнтăм. Ага 70°. † Утлан утланасса, ай, сар утна, çаврăн Хусанах та хулине. М. Сунч. Вара пур юмăçсем пухăнса ял тавра хĕрсене сухаласа çаврăнма хушрĕç. С. Айб. † Кĕçнерникун çунă юр çинче йĕс таханлă ут йĕрри пур. Йĕс таханлă ут йĕррине йĕрлесе, çеçен хирте виççĕ çаврăнтăм. N. Пĕре йăвăç (или: пӳрт и пр.) тавралла çавăрнтăм. Я обошел раз вокруг дерева (или: дома и пр.). || Сделать круг. Изамб. Т. Йĕкĕт тепĕрре çавăрăнчĕ те (на пашне), ашшĕпе пĕрле апат çиме ларчĕç. || Ворочаться (о лежачем). Рак. † Хамăр савнă туссем те ăсăма килсен, кĕске çĕре виççе те халь çаврăнатпăр. || Кружиться (о суводи). N. † Наратла çырми — çич çырма, çич çырмара çич кукăр, пĕрех кукăр çавăрнать. Кан. Хăвăртрах çавăрăнакан кукăрсенче, пур çĕртепе пĕрех, шыв тăрать. || Развеваться. Альш. † Ман пуçăмра хрансус явлăк уйăхран çӳле çаврăнтăр. || Окружать. Шемшер. † Хора порçăн пиçиххи пилĕк тавра çавăрнать: воник çыххи — ал çыххи, аллăм тавра çавăрнать. || Катиться. С. Дув. † Хура вăрман виттĕр тухнă чух, çавра çĕлĕк юлчĕ çаврăнса. Трхбл. Шăл урайне, тантăш, тасарах, кĕленче çăмарта çаврăнтăр. || Размахиваться. Буин. † Çаврăнайса утă, ай, çулмашкăн çави аври вĕрене пулинччĕ (вар. çави аври кирлĕ вĕрене). || Обращаться. Собр. † Вĕрене курка сарă курка нумай çаврăнчĕ аллăмра. || Быть около (кого), вращаться. Изамб. Т. † Пĕчĕках та пĕвĕм, çамрăк чĕрем, çаврăнайинччĕ сирĕн умăрта. || Возвращаться периодически. Рак. † Атте-анне килĕнче (вар. килне) хăна пулар (вар. пулар-а), уйăхпала (вар.-палан) хĕвел пек çаврăнса. Хурамал. † Эпир вылясси-куласси çулталăкра çавăрнать (возвращается через год). Альш. † Пятам, пянам килне хăна пулăр, уйăхпала хĕвел пек çаврăнса. || Приходить обратно, возвращаться. Альш. Ĕмĕр пулсан, çаврăнăпăр, хĕвел пекех çаврăнса. N. Хĕвел епле çаврăнат, эс те çавăн пек киле çаврăн. N. Çак çăкăра çиме тепĕр хут темиçе патша (= патшалăх) урлă, аслă шывсем урлă çаврăнса килсе çимелле ту. Эй сĕт кăкăри, пилле! теççĕ те, вара ывăлĕ амăшин кăкăрне: кăкăр сĕчĕ, пилле, çавăр! тесе чуптуса илет. (Салтак ăсатни). Б. Яныши. Пăртак тăхтасан, çомăр каллях çавăрăнса пирĕн çиялла пура (= пыра) пуçларĕ. || Вернуться домой (напр., из похода). || Приходить, наступать (о времени). Толст. Чăнах та çав вăхăт çавăрăнса çитнĕ. || Обвиваться. Альш. † Çĕр çырлисем ӳснĕ чуне тĕрлĕ курăка çавăрăнат. Ib. † Çĕр çырлисем ӳснĕ чухне тĕрлĕ курăкпа çаврăнат. || Превращаться. N. Ăна сут тунă чух, вăл айăпланса тухтăр, унăн кĕлли çылăха çавăрăнтăр. N. Çĕр çинчи чечек çынна çавăрăнĕ. N. Шыв юна çаврăннă. || Переходить (во что). Юрк. Тытăннă калле тутара çаврăнма (переходить в татары). Баран. 165. Çурçĕр енелле кайнă çемĕн сăрт тинĕсленсе пырать, тӳрем çĕре çаврăнать. Ib. 100. Чипер пăхса ӳстере-ӳстере, начар йăхах авана çаврăнса пырать. || Уходить обратно. Панклеи. Пĕр опи çавăрнса карĕ (ушел обратно). N. † Туйăма курма килнĕ тăшманăм çаврăна туха кайтăр-и? Хир-б. Мирон шарламарĕ, эпĕ шутларăм: ку çавăрăнса каять пулĕ, терĕм (я подумал, что...). || Перемениться. N. Çанталăк сивĕрен улшăнса ăшă енне (çур енне) çаврăнса пырат. N. Тĕнче çаврăнат çав вăл. Времена переменчивы. || Итти окольною дорогою. Альш. Çула хиртен каяççĕ, типĕ çулпа çавăрăнса. Ib. Эсĕ çавăрăнса-çавăрăнса кай (кружным путем). N. Çав çын трахтир паччĕн, арман паччĕн çавăрăнса çитеччен, лешĕ ун валли пӳрт тутарнă, лаша, ĕне, сурăх, качака илсе панă. N. Леш тĕл пулнă çын каллех таçтан çавăрăнса ун умне тухрĕ, тет. || Расположиться, стать благосклонным. Юрк. † Ютран тунă тус час çавăрăнмас (не скоро расположить его к себе). N. Чуптумасăр хĕр çаврăнмĕ. Микушк. † Сирĕн кăмăлăрсем пит пысăк, вунă сăмах каласа çаврăнас çук. Тим. † Пирĕн савнă туссенĕн кăмăлĕ пысăк, курса калаçмасан çаврăнмас. Пазух. Çумăр çăвать — йĕпетет, хĕвел пăхать — типĕтет; пиртен тантăш сивĕнет, кайран хăех çаврăнать. Тайба-Т. † Кĕмĕлех те çĕрĕ ахах куç, çавăрăнат-ĕçке çыру майĕпе; пирĕнпе те тантăш, ачасем çаврăнат-ĕçке уллах майĕпе. || Поддаваться уговорам, соглашаться. Ильмово. Вара каччи çаврăнать те, хĕрне курасшăн пулать. Потом жених соглашается и высказывает желание повидать невесту. Альш. Çавăрăнĕ-ха çапла тусан, капла тусан. || Увлечься. N. Во час çавăрнать. Её легко увлечь. || Перестать сердиться. Шибач. Эп никçан та çавăрăнмастăп (не откладываю гнева, не перестану гневаться, сердиться). Кан. Кашкăр çилли çавăрăнман, çавăрăнма та шутламан. Ib. Неушлĕ, ниепле те çавăрăнмĕ (не простит)?... Хамăрăн вĕт... Чем люди живы. Çавăнтах ун çилли çаврăннă. ЙФН. Ват çын сăмахĕ час çавăрнмасть. (Может значить: 1) не ясно говорит, 2) не скоро проходит гнев). Синьял. † Эп савнинчен сивĕнтĕм, калла çавăрнать ан тийĕр (т. е. мое расположение не вернется). || Быть красноречивым (о речи). Альш. Авă, эсĕ ватă çын ватă çынах: санăн чĕлхӳ-çăвару çавăрнать мĕн каласне, епле каласне (т. е. ты знаешь наговоры). N. Чăваш юрри вырăнне çавăрăнман чĕлхе-çăварпа вырăсла юрлаççĕ. || Выводить мотивы. Çатра-Марка. † Симĕс пĕкĕ авăнмаç, çамрăк кăккăр çавăрнмаç (юрлаймасть). КС. † Юрла пĕлмен кăккăр çаврăнмĕ (грудь не выведет мелодий). Ib. Кĕсле çавăрнмасть, кĕвĕ лайăх тухмасть (не точно производится мотив). Юрк. † Симĕс пĕкĕ авăнмĕ, турти çумне çыпçăнмĕ; пирĕн çамрăк кăкăр çаврăнмĕ, ватă çумне çыпçăнмĕ. N. † Мĕн çамрăкран хуйхă курнăран, çавăнпа кăкăр çаврăнмас. Ск. и пред. чув. 26. Манăн кăкăр çавăрăнмасть, пысăк хуйхă курнăран. || Навиваться, виться. Юрк. † Пирĕн хирĕн варринче çаврăнса ӳсет пĕр тулă. Ib. Унăн кăтрисем çаврăнса ӳснĕ, явăнса ӳкнĕ. || Строиться. Микушк. Эпир кĕнĕ кил-карти, эпир тепре киличчен, хула пулса çаврăнтăр. (Такмак). || Переходить на чью сторону (метаф.). Юрк. Аптăранă енне, халтан кайнăскерсем, тытăннă лешсем енне çаврăнма (они). || Побывать. Альш. Ан хĕс куçна, хамах пĕлеп, çаврăнăп-ха каçпарах. || Пребывать. Микушк. † Эпир ларнă вырăна хĕрт-сорт ларса çаврăнтăр. (Такмак). Собр. Пĕчикçеççĕ, çап-çаврака, пӳртрен пӳрте кĕрсе çӳрет, нихçан та çаврăнса тухаймас. || Заниматься. N. Çу хута терлĕ-тĕрлĕ ĕçпе çаврăнса пурăнса эпĕ, Петр Алекçейĕвичран урăх нимĕн çинчен те ыйтса пĕлеймерĕм. || Удосуживаться. Тим. † Çырла пиçтĕр аллăм çаврăначчен (пока я удосужусь). || Накопляться (о делах). Альш. Праçник тесен те вăл хăйĕн ĕçĕ çавăрăнса килекен тĕлте, е пĕр ĕçрен тепĕр ĕçе тытăннă чух, пулан праçнике кăна калат, е пĕр-пĕр тĕлтен пурăннă пурăнăçра пĕлме кирлине кăна астăват. || Беспокоиться. Чураль-к. † Чун савнине курмасассăн ăшчик вăр-вăр çавăрнать. N. Хамăра тохса кайнине шотласан, питĕ ăшчик çавăрнать. Абаш. † Калла-малла шотласан, ăшчик вăр-вăр çавăрнать. N. † Ай-хай çамрăк пуçăм, айван ăсăм, çавăрнат-çке шухăш майĕпе. N. † Шукăшла-шукăшла ларсассăн, шукĕшĕ майпе пуç çавăрнать. || Употреб. в качестве вспомог. гл. Çутт. 143. Шăшисем хуппине йĕри-тавра кăшласа çавăрăннă. Абыз. Качча тухакан хĕр каларĕ, тит: атте, эп пĕрер курка парса çавăрнам-ха, тит.

çам

то же, что çавăн (род. п. от местоим. çав) N. † Кивик-кивик тăмани, арпа ӳклине йоратать, эпир хамăр та çам пекех, аслă пӳрте йорататпăр.

çап

(с’ап), бить, хлестать, ударить. Орау. Ăна пуçĕнчен çапрĕ-ячĕ (неожиданно). N. Эпĕ пушипе çĕре çапрăм, çĕр мана сĕлĕ пачĕ. N. Ачасана ытла çапса ухмаха ан кăлар. ТХКА 84. Чăнах та, эпĕ ытти кĕтӳçсем пек мар, выльăха нихçан та çапса амантман. Шемшер. † Ах атте те, ах анне, эпĕ тохса кайсассăн, ик аллуна шарт çапăн! (Хĕр йĕрри). КС. Кĕпене тукмакпа или валекпе çапаççĕ. N. Юпине лартсан, ун пуçĕ тӳпине пĕр укçа пуртăпа çапса кӳртсе лартаççĕ. Полтава 18. Ашшĕ-амăш ачана хĕрхенмесĕр хĕнесе çапла çапса ăс парать. Янтик. Эсĕ мĕншĕн çапрăн мана? Ib. Атте хытă çапрĕ мана пуçран! Ib. Çурăмĕнчен çапрăм. N. Хăмсараччен çапса ил. (Послов.?). Сред. Юм. Çапу-тăву полмарĕ-и? Не было ли побоев? Якейк. Эп вăрманпа пынă чух йăвăç торачĕсем пите-куçа çапса пĕтерчĕç. Ст. Чек. Пирĕн сăмахсене итлемесĕр çамрăк пуçупала таçта кайса, темĕн тĕлне пулса, темĕн çапса вĕлерес, темĕн персе вĕлерес. М. Тув. † Çĕр тенкĕлĕх лашине çапса чупми турăмар. Чотай. † Çакăрвон тенкĕлĕх лашине çапса отми турăмăр (т. е. сделали такою, что она не едет даже, если ее бить кнутом). Пазух. Хире тухрăм çӳреме, хура çĕленсене çапса илтĕм. N. Çав Хурамал ачисем тульккĕ килччĕр ку касса, пуçне çапса çурăпăр. Якейк. Эпĕр паян пилĕкĕн пир çапрăмăр. Ib. Каç полттипа ялта пир çапнă сасă анчах илтĕнет. Кан. Çавăнтах пичĕпе сивĕ юр çине килсе çапат (ударяет). || Бить, пороть. Кн. для чт. 61. Акçонăва çапма сутит тунă. Вара йывăр ĕçе, „каторжный работана“, ямалла тунă. Регули 248. Ĕçлеменшĕн çапрăм. Ib. 165. Вăрă тунăшăн çапрĕç. N. Мулкачă та пире таптать, çил те пире çапать. Чем люди живы. Тапранса тухат çил, Çимун кĕпи виттĕрех çапать. Баран. 70. Ун чух парăссăр та карапа çил хытă çапать, унталла-кунталла ывăтса ярать. Ib. 94. Халех çил-тăвăл тухас пек, сиввĕн-сиввĕн çапать. Чув. пр. о пог. 126. Çил çĕре пит хыттăн çапса вĕрсен, çăмăр пулать. Если ветер очень сильно ударяет о земь, будет дождь. Ib. 83. Çил çук чухне тĕтĕм çĕре çапсассăн, çулла — çăмăр, хĕлле юр пулать. Дым без ветра бьет к земле: летом — к дождю, зимою — к снегу. Орау. Çапса çăвакан çăмăр (дождь с ветром) тухĕ те, пĕтĕмпе сирпĕтсе, йĕпетсе пĕтерĕ. КС. Çапса çăвакан çумăр (бьющий с ветром) тырра ӳкерет. Бигильд. † Çĕн пӳрт çине хăма витнĕ çăмăр çапса çăвасран. N. † Çĕн пӳрт тăрне хăма витрĕм (вар. ампар тăрне хăма витнĕ) çапса çăмăр çăвасран. || Бить (о граде). N. Новосельский уясра пăр çапса кайнă (побило градом). || Пронизывать. N. Çурçĕр енчен сивĕ çапать (проходит, заставляет чувствовать). КС. Çурăма сивĕ çапрĕ, спина прозябла. || Выжимать (масло). N. Йывăç-çу çап. Трхбл. Кантăр çăвĕ çаптарса килтĕм. Ib. Çу çапакан арман, маслобойка. || Ударить (о молнии). Изамб. Т. Ун чухне Сарьел меçĕтне çапнă (молния), тет. Янгильд. Вăрман пĕтнĕ çемĕн арçури пĕте пуçланă, е аçа çапса пăрахнă, теççĕ. || Забивать, вбивать. N. Юпа çумне çап, прибить к столбу (доску). Тимяшево. Халăх çапса хĕснĕ пек пухăнчĕ. N. Çынсем çулăн икĕ аяккипе, çапса хĕснĕ пек, ĕречĕ-ĕречĕпе танă. N. Çапса çыпăçтар (хăмана). || Прилепить, приклеить. Ст. Шаймурз. Ку ача кĕпер хĕррине çыру çырса çапнă. || Покрывать (чем), прибивать. N. Малтан тупăк ăшне те, тупăк виттине те пир çапаççĕ. Якейк. † Пирĕн хăта пит лайăх, толне тоттăр çапнă пак, ăшне порçăн тортнă пак. || Взмахнуть (крыльями). N. Çунаттипе пĕрре çапрĕ те (взмахнула), вĕçсе карĕ. Ала 66. Çунатне çапать шыв çине (гуси). Лашм. † Çарăмсам çинче ула хур, çунатсене çапать шыв çине. || Молотить. N. Хĕрарăмсем вăл вăхăтра ахаль лармаççĕ, вăсам кантăр татаççĕ те, кантăр çапса шăва хутаççĕ. Якейк. Кантăр çапрăмăр; эпĕр ыран йĕтĕн çапас тетпĕр. Пшкрт: ан с'аβас, молотить. Ib. ан с'апры̆м, молотил. N. Ларакан капансене çапни çук-и? çапман пусан, сĕллине çапчăр, ырашĕ лартăр. Альш. † Ырă тетеçĕм, тете, çапăр илĕр ырашне, сутăр ярăр улăмне. Магн. М. 102. Çерçи кантăр çапмантан, чтобы воробьи не вредили конопле. Н. Карм. Икĕ пĕрчĕ пăрçана пĕтĕм хире çапса салатрăм. (Куç). || Положить с силой, бросить с силой. Альш. Пĕри çĕклет те, çапать ăна урапа çине. || Отразиться, падать (о ярком свете). Ядр. Шăрçа çутти çапнă. В. Олг. Инчетре вот пор, пĕлĕт çомне çутă çапрĕ. || Отпечататься, придавать цвет. В. Олг. Алă çомне корăк симĕсĕ çапрĕ. || Отойти и принять прежний вид. Пир. Ял. Юрпа е сивĕ шывпа лутăрканă хыççăн, ӳчĕ шăннине ирĕлтерсе чипер ӳт сăнĕ çапсан, çынна пăртак ăшăрах пӳлĕме илсе кĕртмелле. || Ударить (напр., о краске в лицо). ЧП. Кивĕ уйăхра тунă сăрисем, икĕ пите çапрĕ хĕрлисем. N. Хĕрӳ çапнипеле вут ăшĕнчен.., çĕлен тухрĕ. N. Çунакан япалан хăвачĕ çемĕн вут хĕрĕвĕ çапать. КС. Çурăма ăшă çаппăрĕ. Ударило тепло в спину. || О запахе. Йӳç. такăнт. 61. Çăвне лакăм шăрши çапнă (отзывается запахом посуды). В. Олг. Сĕт йӳçĕ, шăшлă вути йӳççи çапса. N. Остергундомский теекенни; ку сурт йӳçĕ кăшман хурми, питĕ вăрăм, шултра пулать; анчах, сăвакан ĕнене нумай çитерсен, сĕте йӳçĕ çапать; ăнса пулнă çул теçеттинара ку сурт пилĕк пин пăта яхăн пулать. ТХКА 38. Шурă ерĕм-армути йӳççи çапать вара кĕвĕçпе ман чĕрене. Баран. 41. Кăмпа шăрши... сăмсана ыррăн çапса тăрать. СТИК. Ахтар, санран сивĕ çапат (от тебя несет холодом), леррех кайса ларас пуль. Ib. Ай-ай, санран эрек пичĕкинчен çапнă пек çапат (от тебя несет водкой). Шибач. Вăл эреке пек çапат çăвара (йӳçĕ корăк). || Делать колеса. М. Шигаево. Пирĕн ялта çынсем хĕлле çона туваççĕ, çулла орапа çапаççĕ, пĕчик ачасем те хĕлле печик çона тăваççĕ, çула печик орапа çапаççĕ. Календ. 1904. Кусатăран-урапасем çапма вĕренес пулать. Кĕтĕк-вар. Орапă çап, урапа çап, делать колеса; но: орапа ту, делать колеса. || Ткать (куль, рогожу). N. Чăпта çап, ткать рогожу, куль. || Пройти сквозь, пробиться. Орау. Кĕрĕке нӳрĕк виттĕр çапнă. Изамб. Т. Витĕр çапмаллах ан сĕр (сапоги, салом). Толст. Кĕркунне кăткăсен туллине нӳр çапнă. N. Урана шыв çапрĕ (промочил ноги). Сред. Юм. Тар кĕпе виттĕр çапнă. Пот пробил сквозь рубашку. Пазух. Атăлах та урлă, ай, аллă хур, çуначĕсем витĕр те халь юн çапнă. Ай-хай, пĕр хăтаçăм, тăхлачăçăм, кĕрекĕрсем витĕр чыс çапнă. ЧП. Çуначĕсем витĕр юн çапрĕ. || Чеканить. Кĕвĕсем. Ятăр кайнă, чапăр кайнă ылттăн-кĕмĕл çапакан хулана. КС. Укçа çапса пурăнчĕ. Работал фальшивые деньги. || Написать (в разете), печатать. Богдашк. Каçет çине çапмалли хыпар. || Формовать (кирпич). Микушк. † Сирĕн питĕр-куçăр пит илемлĕ, суккăр тутар çапнă кирпĕчĕ пек. || Стрелять. Сред. Юм. Пăшалпа çапса вĕлернĕ (застрелил). Кан. Пăшалсем çапма вĕрене пуçларĕç. N. Револьвĕрĕ çӳлелле çапса каят (выстреливает). || Погубить, поразить. ЧП. Тăшман ялне турă çаптăр. || Звонить (в колокол). Трхбл. Пĕррепе çап, звонить в один (колокол); пуринпе те çап, звонить во все (колокола). || Колоть, резать. N. Пĕр сысна илтĕм те, ăна çитертĕм: ыран çапас, тетĕп. Урмар. Унăн çапмалли сысна та-ха пиллĕк-улттă та пур. || Парить (в бане). N. Пит хытă кăна тарлаттарсан, милкĕсемпе çапсан, пăлтăра (в передбанник) илсе тохса тумлантара пуçлаççĕ. N. Милкĕпе çапса, çуса карчăка мунчаран кăларат. N. Куккăшĕ ăна милкĕпе çапрĕ (выпарил в бане). || Разбивать. Полтава 2. Б. Хмельницкий темиçе тапхăр поляксене çапа-çапа çĕмĕрнĕ (разбивал). || Украсть. || Зашибать, огребать, наживать. СТИК. Ай-яй укçана çапат иккен вăл! Здорово он деньгу зашибает. КС. Паян укçана çапрĕ вăл (нажил, выручил). Кан. Вăл тырăпа сутă туса укçа çапрĕ. Кан. Хамăр айăп ĕçленине кура, кутăн выртсах услама çапаççĕ. || Склоняться. Кан. Распуя çапма тытăнтăм. || Рассказывать (сказки). Собр. Халап çапса хапха тăррине улăхаймăн, йăмах ярса юман тăррине улăхаймăн, теççĕ. (Послов.). Шурăм-п. Тир Йăванĕ юмах çапа пуçларĕ. Çутт. 69. Хĕрарăмсем çăл кутĕнче халапа çапаççĕ. Ир. Сывл. 8. Сăмахĕсене, кăмăллисене, кирлĕ хушăра çапса пыратьчĕç. Хастарлăх ЗЗ. Юсас тесе тăрăшса, сăмах çапса пыратпăр. || Употребл. в качестве вспомог. гл. N. Ăна кăларса çапас пулат. Его надо вышвырнуть с должности? Альш. Пĕр-иккĕ çавăрса çапрĕ те, ăнран кайрăм. N. Анчах хресченсем, çумăр пырса çапнине, утта пур чухнех симĕсле пуçтараймаççĕ.

çараттар

понуд. ф. от çарат. ТХКА 71. Пирĕн çавă лашана вăрăсем те вăрласшăн пулнă. Хамăр çумри Ваçук матки патне темиçе те киле-киле выртнă вĕсем. Ваçук матки пире ĕлĕкренпех çараттарасшăн тăрăшать те вăл.

çывăх

(с’ывы̆х), близко. ТММ. Хума инçе пулсассăн, илме çывăх, теççĕ. (Послов.). Альш. † Инçеех те çула çывăх турăмăр, хамăр тăвансене курасшăн. Юрк. Туй ĕçки пĕтсен, хамăра çывăхарах тăвансене пурне те пуççапса тухрăмăр. В. С. Разум. КЧП. Эсĕ ăна катаранах хăратма ан васка, çывăхарах пырсан хăрат. Ау 8°. Тепри каларĕ, тет: шывран кайсан çывăхтарах, шывран кайăр, тесе каларĕ, тет. N. Вутă çывăхарахран кăларма тăрăшăр. Постарайтесь, чтобы выдали вам дрова из бдижайшего деса. || Близость. N. Ку çывăха ан кил, сырнă урусене салтса пăрах. N. Килте ним тирпейĕ те çук, нивушлĕ (неужели) çавăнта çитсе ямаççĕ. Йăлăнарах пар-ха; çывăха çитсен, вăйнаран (= вăрçăран) та кисе карĕç. || В качестве послелога. Орау. Эпĕ уравăш çывăхне куçрăм. Виçĕ пус. 24. Атăл çывăхĕнчипе Атăл леш енчи вырăнсенче. К.-Кушки. Атăл çывăхнелле çите пуçласан, ман чунăм лаш кайрĕ. Ib. Атăл çывăхнелле пурăнакансем пулă тыткаласа пурăнаççĕ (между прочим, занимаются рыболовством). Бгтр. Çывăрас умĕн эпĕ лашасене вут çывăхнерех хуса килтĕм те, çывăрма выртрăм.

çыр

(с’ыр, с’ир), писать. Янтик. Атте патне çыру çыртăм. Юрк. Çырса лараканни, ӳсĕрскер, ку çапла, мĕн каласса кĕтсе лараканскер, ларнă çĕртех çывăрса каят. Ib. Апла-капла çырмалла чухне мĕн çырмаллине вăл пӳртре каллĕ-маллĕ уткаласа çӳресе каласа çыртарат. N. Урăх ним çырма та пĕлместĕп. (Конец письма). N. Лашапа ĕнене сутнипе-сутманнине çырман. Орау. Виç уйăхчен кашни кун пĕрер сахат, икшер сахат киле-киле çыратьчĕ. Ib. Алли таçта аялалла çырса каять. Строчки сползали вниз. Ib. Пĕртте çырмасан кĕнеке вуланин нуммаях усси çук, пĕр маях çырнин те, кĕнеке вуламаçан, усси çук. КС. Çыранăнçи пек пулса ларать. Пытается писать. Бес. чув. 13. Акă, Керимулла, мĕн тесе çыраççĕ, терĕ те Микулай, çавăнтах вулама та тытăнчĕ. Турх. Сире те вĕсене çырманнипех çырмастăп (по той же причине). О сохр. здор. Кĕнекесем çине (в сочинениях) çыра-çыра хăварнă (об этом). Ала 2. Урăх нимĕскер те каласа çырма пĕлместĕп, айăп ан тăвăр мана. N. Манăн орăх çырмаллиях та çок. N. Çак пиçмона эсĕ ылтарлă çырнă (намеком, обиняками). N. Кона çыртăм питĕ вĕтĕ. N. Мĕн ыйтмаллине çырса пырас пулать. N. Уйăрса çырса яр (подробней). N. Вăрçă енне пит çырма хушмаççĕ. Баран. 59. Салтак пуçлăхĕсем вăрçăра чапа тухнине каласа çырнă кĕнекесем вулама юратнă. Ст. Чек. „Çырманах“ — выражает сожаление, укор, так как говорящее это слово лицо хочет (ему желательно), чтобы тот написал. N. Кайран малтан çыру-тăву пулмарĕ. || Чертить. Якейк. Йăвăç çине темĕскер çырнă (хăйăр çине çырнă). Шу çине темчол çырас тесен те çырияс çок. || Ткать решето. N. Ала сутна (у др. сутăн) илес çук, хамăр çырма пултаратпăр. || Заниматься канцелярской работой. Орау. Кантурта çырать (или: çырса пурнать). || Записывать. Нюш-к. Куна та çав Çеркей каланипе çырнă. И это я записал со слов Сергея. || Записывать в список. Юрк. Уччилник ачине (в ученики) çырмарĕç пулсан, юрĕ, терĕ (она). || Проводить борозду, пропахать межу. Виçĕ пус. 29. Çу каçиччен темиçе хутчен йăран çырса çумлаçа илеççĕ. ТХКА 15. Тырра йăран урлă каçса выракансем пирĕн ялта та пур çав. Ана пуçне кĕрсе çыраççĕ. || Резать воздух. Кан. Халь вĕсем унта та, кунта та, сывлăша çырса, кайăксем пек çӳреççĕ. || Предопределить (о судьбе). N. Этеме вилме çырнă. ЧП. Эпир те мĕн курасса, мĕн илтессе ларсаях çырнă пулĕ-тĕр туррисем. N. Пире çырнă хĕрĕсем. Юрк. Вăлах (т. е. пӳлĕхçĕ), чун çуралсан, пурăнăç çыраканни пулнă. N. † Пирĕн пуçа мĕн çырнине турăпалан пӳлĕх вăл пĕлĕ. Альш. † (Çавă) ятлă ачана ларчĕ-çырчĕ пĕр турă. N. Поçа мĕн çырнине корас полать. Микушк. Атте-анне чунтан саваймарĕ, турри пуçа ырă çырмарĕ (жалоба на судьбу). Ib. Турă пуçа çырни — çав пырать. Собр. Çиме çырман çăккăра çияймăн, çиме çырнă çăккăра шыв варĕнчен те тухса çийăн, теççĕ. (Послов.). Ст. Ганьк. Чун çуралса, чун ӳстерсе хурлăха çырмăсăнччĕ. Собр. † Аякран куртăм — вут çути, çитсе кураймарăм — хăйă çути. Çуралнă чухне çырнă ырлăхсене, ыйтса пĕлеймерĕм турăран. N. Пирĕн пуçа çырни хура вăрман урлă иртмĕ. Сред. Юм. Тор çырни полĕ-ха. Найдется, с которым судьба судила жить. (Говорят женщины, а также мужчины, не женатые). N. Кăçта ӳтĕм çĕрсе выртмала çырнă-ши? Ст. Шаймурз. † Савни-савни тиеççĕ, çырни-çырни пулмĕ-ха. ГТТ. Хăйне çапла çырнă. Такова его судьба.

çыру

(с’ыру, с’иру), scriptio, scriptura, письмо, писание. Шел. П. 63. Тутар çырăвĕ пек çыруллă, пысăк чулсем выртаççĕ (лежат плашмя). С. Айб. Çук, эпĕ çыру вулама пĕлместĕп. Сенчук. Хамăр ялсен, ай, ачисем çыру çыран тиек пек. Юрк. Эпĕ çыру таврашне вулама ӳркенместĕп, çыру кĕнеке мар. Ib. Армана пынă чăвашĕ çыру пĕлекен çын пулнă! N. Çыру ярах тăр. Почаще пиши (из письма). N. Час-час çыру яр. (Из письма). N. Çырап çыру юратса, шурă хута хуратса. N. Ман çырува илетни, çук-и? Çырса яр. Юрк. Мĕншĕн çыру ямасăр тăратăн? Ib. † Хамăр ялăн ачисем çыру çыран тиек пек. Орау. Йăванăн çырăвĕ килнĕ. Пришло пнисьмо от Ивана. N. Ванюкăн çырăвĕ çук (не шлет писем): вилнĕ пулĕ, теççĕ. N. Елекка çырăвĕ (от...) пур-и, çук-и?. N. Çакă çыруран сывă юлатăп. N. Çыру ăшне канверт чиксе яр. КС. Сана çыру килнĕ. На твое имя получено письмо. N. Василийрен çыру илеп, эпĕ те ярап. N. Çыру ямастăр вуç та. Совсем не пишете. N. Апрелĕн 27-мĕшĕнче çырнă çырăвăртан урăх çыру илмен. N. Çыру ячĕ те, хăйне курса калаçнă пекех пулчĕ. ТХКА 25. Кăвак хупăллă çыру. Кан. Çырăва ăста вăл. Он мастер писать. N. Çыру вĕççĕн калаçас вĕçне юлтăмăр. N. Çеркейĕн вилнĕ çыру килчĕ. Пришло письмо о смерти Сергея. || Ученье; грамота. ЧС. Эпĕ ĕнтĕ халĕ çапла, çырува кайман пулсан, киреметсенчен пĕчĕккĕ чунехи пекех хăраса пурнăттăмччĕ, тесе шухăшлатăп. N. Килес çул кай çырува. N. Мана, çыру пĕлмен çынна, тепле çырмалла. N. Çырăва каякан ачасене килĕшӳсĕр ан çӳретĕр. || Буквы, письмена. Юрк. Ку çырусем вырăсли пек мар. Н. Якушк. Шурă хут çине çырнă хура çыру (письмо, буквы). || Записка. N. Çырупа укçа пуçтарса çӳрет (о нищем и пр., на бедность). || Рукопись. N. Ку çырусене (рукописи) эпĕ пит нумай çынсенчен ыйтса çыртăм эсĕ хушнипе. || Чертеж. Баран. 147. Кун пек план çинче çурт вырăнĕ пĕчĕкçеççĕ тăваткал çыру пулса ӳкет. || Обыск (предбрачные документы при церковном браке). Цив. † Пупран çыру илместĕр, хĕрĕр тухса каяс пек (готовится). Собр. † Хапхăр умне шăлма атьăр (идемте), курăк шăтса тухас пек; çыру илсе хумастăр, хĕрĕр тухса килес пек. Богдашк. † Çыру туса памастăр, хĕрĕр тухса каясшăн. || Кон, предел, межа, черта. Изаиб. Т. Малтан çыру çыраççĕ. Унтан кам малтан пемеллине шăпа тытаççĕ (в игре). Ib. Кукăрта (чижик) çырăва кӳртсен. || Судьба. Собр. † Пăхăрсамăр турă патĕнчи çырăва, чун патĕнчи тăвана уйăрат.

çырулăх

письменность. Шел. 8. Эсĕ пĕтĕм чунтан тăрăшатăн хамăр çырулăха тăвасшăн. || Письмена. Альш. † Аслă çул хĕрринче хурăнлăх, хурăн çулçи çырулăх, вăл çырăва кам вулать? Кам çыруçă — çав вулать.

çырла

(с’ырла), ягода. N. Эпĕ, пăхсан, илемлĕ, çисен, тутлă çырла пулăп. Юç. такăнт. 33. Эсĕ халь çырла пекех-ĕç. N. Çырли нумай та, çĕр сахал. Чăв. к. Çĕрти, çĕрти çырла шăрçа пек. С. Дув. † Хамăр савни çырланăн курăнать, те чун савса кăмăл кайнăран. N. Эпĕ вара киле тавăрăнса çырла чĕресси хатĕрле пуçларăм. Дик. леб. ЗЗ. Елиса çырларан тавăрăнакан пĕр карчăка тĕл пулать. N. Вĕсем, эпĕ çырла тупасран, мана кунта исе килнĕ. Çĕнтерчĕ 11. Асту, хура куç, çырла пит! Сĕт-к. † Çĕмĕрт мĕншĕн коллянать? Çырли хора полнăшăн. ЧП. Çырма тăрăх каяр çырлана. Сред. Юм. Çырла пик хĕр тесе пит таса, илемлĕ хĕре калаççĕ. Ib. Çорконне-кĕрконне, ăшă кôнсĕм пôлсан: паян çырла пиçет, теççĕ. КС. Çырла ачисем, дети, собирающие ягоды.

çи

(с’и), верх, поверхность. ЧП. Çӳлĕ ту çийĕсем кăлканлă. Хурамал. † Аслă улăх çийĕ сарă хăмăшлăх, сарă хăмăшсем çийĕ сарă-кайăк. N. † Хапха юпи — хырă юпа, пĕр хĕвелсĕр йăлтăртатат; ют ялсенĕн ачисене курсан çийĕм чĕтĕрет. (Хĕр йĕрри). Юрк. † Кӳлмешкĕн пар ут пулинччĕ, çуни çийĕ виттк пулинччĕ. Г. А. Отрыв. † Çийĕм тулли кăвак сăхман, çурхи çăнтан тунăскер. Пазух. Леш айккинче выртать-çке пăлан пăруш, курмастăр-им, çийĕсем пасарнă. || Часто встреч. в сложении. ТХКА 55. Сирĕн ялсем вăрманран тӳрĕ вĕренесене, хурамасене, туйрасене касса, урапа çисем (= çийĕсем) тăваççĕ. || Одеяние, одежда. N. Чăн малтан пур çын та, пур халăх та, тутă пулма, çи питĕрме (тумланма), авантарах пӳртре пурăнма тарăшать. БАБ. Çи те пулмасан, пыр та пулмасан, çырлана анчах кайăттăм, тесе каларĕ, тет, ĕлĕк пĕри. (Поговорка). Пухтел. Çишĕн, ради одежды. Тим. † Йăмăк кĕпине тăхăнсан, кĕрӳ кăмăлĕ уçăлчĕ, хурри çийĕ шуралчĕ, çĕтĕк çийĕ питĕрĕнчĕ. Кĕвĕсем. Ĕнтĕ умăр çутă та, çийĕр хĕрлĕ, вăтанатăп куçăртан пăхмашкăн. || Часто употребляется в значенин послелога, переводимого по-русски предлогами на, над. N. Çия çĕнĕ кĕрĕк тăхăнсан. N. Кам пирĕн çира урипе çӳлелле. (Шăна). N. Çире пĕр типĕ вырăн та юлмарĕ. На нас не осталось сухого места. Альш. † Мăкăр-мăкăр çын сăмах, пирĕн çирĕн мар-ши çав. Шурăм-п. Хĕвел пăхать шăратса; çиран тар шăпăр-шăпăр юхать. Альш. Хăнасем килнĕ тумланса. Хĕп-хĕрлĕ те çап-çутă çире. N. Тахăнса яратпăр йĕпелех: çире типет. Н. Сунар. Ма çийăма шу сапрăн. КС. Сăхманна çийăнтан пăрахмасăр çӳретĕн. N. † Çийĕмĕрте шур кĕпе, арки вăр-вăр тăвать-çке. N. Çийĕнтен тар юхаччен ĕçлетĕн. Орау. Ман çия ан вырт эсĕ. N. Ман çира (надо мною) йĕкел ӳкрĕ. N. Пăшал етрисем (пули) хамăр çирен (над нами) уласа ирте-ирте каяççĕ. Регули 1119. Ман çиран мăн çын (ватă çын) каçса кайрĕ. Михайлов. † Урам хушшинчи ват çăки, пур ял кайĕк ун çинче, яла тухрăм — ман çире, пур усал сăмах ман çире, мана çиман çынĕ çук. Шорп-к. Малтан, тохсанах, çил те пирĕн çиялахчĕ (= çиеллехчĕ), кайран яла орлă çавăрнчĕ те, пирĕн паталла пыримарĕ. Янтик. Ун çийĕнче пур. Она беременна. Н. Сунар. Вăл çăла (источнику) каланă: лайăх юхса кай, санăн çина (= çине) çӳпĕ-çапă ан ӳктĕр, тенĕ, тет. Ст. Чек. Ылттăн кашта çийĕне (= çине) ылттăн арча илсе хур. Бес. чув. 9. Эсĕ, Микулай, ман çине питех ан çилен-ха; эпĕ ăна ахаль кăна. N. Çăварĕсене пĕлĕт çинех янă. N. Эсĕ ман çине ан кӳрен. N. Чыстă çĕнĕ атă çинех те подмётка çаптаратпăр. Рак. † Хура вăрман çине пас тытнă. Толст. Унччен те пулмасть, суккăрри йăран çине такăнса та ӳкрĕ, тет. Никит. Тĕттĕм ял çине хупласа илме пуçларĕ. Деревня стала покрываться мраком. Кан. Сунт. Пăкă çине çапнă тимĕр пăта та тухса ӳкет. М.-Чолл. Улăх ман çине (= çие). Влезь на меня. Пазух. Кирек сахăрна пар, ай, пылна пар, кил шухăшĕ ӳкрĕ пуç çине (я задумался о доме). N. Çӳлĕ тăв çине эпĕ хăпартăм, çăмăр шывĕ çине эп ярăнтăм. К.-Кушки. Унтан Манкăлтăкне михĕ çине вырттарнă та, Атăл хĕрне илсе кайнă. Альш. Тăранттас çине улăхса лартăмăр. Истор. Ачасем, яланах чăн малтан тăшмансем çине хăвăр кĕрĕр. Якейк. Эп сана алăк çине çыртарттарăп (дам писать). Кан. Кашни тавар çине хакне кăтартса хут çыпăçтарса хумалла. Сенг. Ана çине çитрĕмĕр те (пришли на загон), выра пуçларăмăр. N. Кайсан-кайсан, çитрĕç пĕр кĕпер çине (пришли на мост). Б. Яныши. Мана юман çине веххă тытса тăрма хушса хăварчĕç. Меня оставили на дубе, велев держать веху (вешку). Малды-Кукшум. Тарсассăн, вăрмана çитсен, вăсам пит лайăх курăк çине çитрĕç (пришли на место с очень хорошею травою), тет. N. Çаран çине (на луга) çитнĕ те, выртса çывăрнă. Чăв. й. пур. 20. Паттăр çине паттăр тата тупăнат. На богатыря найдется другой богатырь. Ск. и пред. чув. 14. Иртрĕç çимĕк вăййисем, тухрĕ халăх ут çине (на сенокос). Ib. 96. Сетнер амăш ахлатса сĕтел çине пуçтарчĕ. Кан. Хаçатсене улăмран тунă хут çине çапма пуçланă. Газеты стали печатать на бумаге из соломы. ТХКА 105. Шăла çыртса, мĕн пур вăйпа ывăтрăм пурта тикăр çине. Орау. Атăл çине ĕçлеме кайнă. N. Пĕрин çине (в одном письме) вунпилĕк пус укçа янă. Кан. Ĕлекçи çине кил-çурт куçараççĕ (переводят). Тораево. Тинĕс çине çитсен... Кан. Укçине тавар çине ярса пĕтернĕ. Деньги истратили на товар. Пазух. Уйрăлнă чух эпир те уйрăлтăмăр, кантăр çине ӳснĕ те пуса пек. Кан. Ункă шывĕ Çалав (= Çавал) шывĕ çине юхса тухать. Ib. Вакун çине кĕртнĕ чухне 9 лаша вырăнне 11 лаша пулать-тăрать. N. Каçа эпĕ ăна стаккана янă шыв çине ярап. Янтик. † Анне мана çуратрĕ, шур пӳспелен чӳркерĕ, сăпка çине вырттарчĕ. Ала 6. Апат çинă чух апат çине пĕр симĕс шăна пырса укрĕ, тет. Юрк. Кĕрпене сивĕ шыв çине ярса пĕçермеççĕ, тӳрех вĕресе тăракан шыв çине ярса пĕçереççĕ. М.-Чолл. Патшан пуçĕ мăй таран çĕр çине кĕрсе карĕ, тет. Альш. Иван çăпата кантри таран кĕмĕл йĕтем çине анса каят, тет. Скотолеч. 6. Пилĕк стаккан йӳçĕ кăвак çине пĕр стаккан тăвар ирĕлтерсе параççĕ (лошади). N. Пир хутаç çине чиксе çĕлесе яр. Зашей в холщевый мешок. Панклеи. Тоххĕр (= тухрĕ) те, кӳме çине ларса карĕ (солдат). Баран. 107. Ват ама (матка) çинех çамрăкки тухас пулсан, иккĕш çапăçа пуçлаççĕ. N. Такмак çине тултар. Микушк. † Пĕччен тăрна вĕçет улăхалла, хăва çине ӳкет (спускается в тальник) — кăшкăрать. Бгтр. Хĕвел тухса пĕлĕт çине (в облако) ларсан, çав кун çăмăр пулать, теççĕ. Кан. Бедуинсем çине (в бедуинов) тупăсемпе пенĕ. N. Усем çине пертермеççĕ. В них стрелять не позволяют. Сĕт-к. Ку çӳпçе пирн сонаска (салазки) çине вырнаçас çок (не уместится). Баран. 20. Пирĕн çие килсе кĕчĕç ушкăнпа. Ib. 36. Сиен çине сиен курса пынă. || Средн. Альш. † Тăхăр ял хĕрĕ пĕр çĕрте, тăхăр ял хĕрĕ çийĕнче пирĕн ял херĕ илемлĕ. || Относительно, о, об. Бур. † Пăшăл-пăшăл сăмахсем, пирĕн çире мар-ши çав. См. çинчен. || На средства (чьи). Якейк. Эп она хам çиран вĕрентрĕм. Я учил его на свой счет. Вăл она хăй çинчен вĕрентрĕ. Он учил его на свой счет. || Выражает повторение. Бес. чув. 6. Çапла унăн ялан ĕç çине ĕç тупăнса пымалла пулнă. Дик. леб. 48. Вăл усал сăмах çине усал сăмах, темĕн те пĕр каласа тăкнă. Кратк. расск. 19. Эсир мана апла хуйхă çине хуйхă (горе за горем) тăватăр-çке (причиняете), тенĕ. СТИК. Унта çынсем питĕ тачă ларса тухнă: ял çине ял, ял çине ял пырат. N. Хĕрарăмсем ватнă çине ватаççĕ. N. Халĕ пĕтĕмпе туй çине туй, пулать. Теперь все играют свадьбы: свадьба за свадьбой. || Выражает непосредственное следование во времени. N. Çав сăмахсем çине (лишь только были сказаны эти слова) тилĕ чупса çитнĕ. Кратк. расск. 27. Ку иккĕмĕш тарçи сăмахĕ çинех тата виççĕмĕш тарçи чупса та çитнĕ. N. Ача çине (на поминках по умершем ребенке) чăхă анчах пусаççĕ, е çăмарта кăна пĕçереççĕ. N. Вилсен, çын çине выльăх пуссан... N. Ĕç çине çитетпĕр. || В придачу к... N. Кĕсри çине 80 тенкĕ панă (придачи?). N. Эпĕ çине икĕ картăчкă илтĕм. Н. Сунар. Хуняшшĕ хĕр çине (в приданное за дочерью) нумай тавар панă. Торп-к. † Пичи мана йоратать, ола кĕсрине парас, тет, çине тьыха парас, тет. || Употребл. в чувашизмах. Чума. Унтан, тăватă кун çине кайсассăн (на четвертый день) вара ăна пăртак çăмăлтарах пулнă. N. Хăна хурлăх пулас çине вăтанăçлă ан пул. Не будь стыдливым во время... Ст. Чек. Аçу çурчĕ çын çине кĕрĕ. Дом твоего отца достанется чужим. Юрк. † Улма йывăç лартрăм çул çине, савнă тусăм юлчĕ çын çине. Ib. Кун чухлĕ ача-пăчасем çине (на такую уйму детей) епле çын сана качча пырас?! Никам та пырас çук-çке! N. Эсĕ этеме чунне çухатас çине пултарман, Эсĕ ăна хăвăн сăмаху тăрăх пурăнса ĕмĕрхи чĕрĕлĕхе кĕмешкĕн пултарнă. N. Кам выçă, вăл килĕнче çитĕр: айăпа кĕрес çине пуçтарăнмалла ан пултăр. N. Сире вăтантарас çине калатăп. N. Эпир пĕтес çине иккĕленекенсен хисепĕнчисем мар. Качал. Хĕре калать кучĕрĕ: манăн çине кала: çакă çăлчĕ, тесе. Кучер говорит девице: скажи на мени, что я тебя спас. ЧП. Сире савмас çине, те, килместĕн. N. Унăн ачи-пăчисем пĕтес çине анчах пулччăр. Яргуньк. Ваньккă çиттĕрĕ-кĕчĕ, тет, çаксем çине. Сред. Юм. Çын çине тохма вăтанать. Стыдится бывать в обществе людей. Яргуньк. Çав кукша карчăкăн упăшки, ула кайăка çапас тесе, карчăк пуçĕ çине çапрĕ, тет. N. Халăх çине тухма пултарать, хутсем çине алă пусма та пĕлет, тенĕ. N. Çитменни çине (вдобавок) куланайĕпе аптăраса çитрĕмĕр. Вомбу-к. Ăснă сăра çине, пиçнĕ яшка çине ĕçме-çиме аван полтăр. (Сăра ĕçме кайнă чохне çапла каласа яраççĕ). Бугульм. † Ял тавра тытнă укăлча ял çине хула пулинччĕ. Кан. Çавăнта вăл çĕре тавлашакан ялсем çине, çĕр çитменлĕхне шута илсе, ятак пуçне валеçмелле туса панă. Ib. Вăл вăрман виçĕ ял çинĕ юлчĕ. Этот лес остался во владении трех деревень. Ск. и пред. чув. 35. Сăмахĕ çине тăчĕ-тăчех (сдержал свое слово) çамрăкрах вăтам çынĕ. Альш. Хай каллах чăваш тумтирĕ çине тавăрăнар-ха. Опять вернемся к вопросу о чувашском костюме.

çинче

(с’ин’ζ’э, с’ин’џ̌э), вм. çийĕнче— в, на (чем), на поверхности (чего). Качал. Йăвам çинче çăмартам, çăмартам çинче чĕпĕм пур. Регули 1120. Çĕнĕ сăхман он çинче (на нем) паян. Ib. 1117. Йăвăç çинче ларать. Ib. 183. Вăл киле килнĕ çĕрте, çол çинче, окçа топрĕ. Самар. † Ула-чăпар кĕпесенĕн шурри çинче, камăн алли витĕр тухнă-ши, çинче (= çинçе), пĕрти, пилĕклĕ, хура куçлă, камăн арки çинче йăванса ӳснĕ-ши? N. Пăрусем сĕлĕ çинче çӳреççĕ. Орау. Масар çинче унта-кунта анчах пытарнă вилнĕ çын тăпри тĕмисем курнаççĕ. На кладбище видно несколько свежих могильных холмиков. Ib. Масар çинче юр айĕнчен хĕлле пытарнă вилнĕ çын тăпри куписем туха пуçларĕç. На кладбище показались из-под снега свежие могильные холмики. Ib. Атăл çинче кĕпер тунă çĕртре ĕçлеççĕ. Четырлы. † Лаша вăйĕ пӳлмере, кристянсем вăйĕ çĕр çинче. К.-Кушки. Кам унта сăмавар çинче курăнат? Кто это там на поверхности самовара (т. е. отражается) Ib. Кам унта ларат сăмавар çинче? Кто это там отражается на поверхности самовара. N. Вăл (он) хăй сăнин кĕлеткипе куç-кĕски çинче (в зеркале) пăхакан çын евĕрлĕ. Шинар-п. Пӳртĕнче тăта вĕсенĕн алăк панче пĕрене çинче пĕр шăтăк пулнă. О сохр. здор. Вĕсен ырашĕ çинче тата пукра та нумай пулать. Собр. Çĕр çинче çуралать, вăт çинче тĕне кĕрет, шыва курсаннах вилет. (Тăвар). Б. Ильгыши. Йăви çинче çăмарти пур, çăмарти çинче мĕн пур? — Çăмарти çинче чĕпĕ пур.— Чĕппи çинче мĕн пур? — Чĕппи çинче йăпах тьыха пур. Никит. † Виç ял çинче виç варличчĕ, илес тени пĕреччĕ. (Солд. п.). Собр. † Ушкăн-ушкăн тупăлха, ушкăнĕ çинче пĕри шупка. N. Çав хуранта пăта çара çу, сĕт çинче пĕçереççĕ, çăмарта та нуммай яраççĕ. Кан. Укçа шăпах тавар çинче тăрать. Все деньги в товаре. Ib. Ытти заметкусем çинче вак ĕçсем çинчен çырнă. ТХКА 71. Вакун çинчех, тырă илсе тавăрăннă чух, атте вилнĕ, тет. N. Хирте пулă çинче тулли пучахсем те, пушшисем те пур. N. Эс янă пиçмо çинче çирĕм пус окçа илтĕм. Орау. Такана çинче пăрçа кустăраççĕ, те пăрçа куккăли тăвасшăн, темскер. Н. Карм. † Уйрăлнă чух эпир уйрăлтăмăр, кантăр çинче ӳснĕ пуса пек. Юрк. Йĕс кĕлетре шăналăк, шăналăк çинче сарă хĕр. N. Ыраш çинче çӳпĕ нумай... N. Ыраш çинче пукра пур. Ядр. Виçĕ кун халсăр выртрăм та, тăват кун çинче (на четвертый день) чĕрĕлтĕм. N. Икĕ кон çинче. N. Кайран вара ăричаксемпеле çапса аран виçĕ кун çинче (на третий день) вĕлерчĕç, тет, çакна. (Из сказки). СВТ. Шатра таврашĕнчи ӳт тăхăр кун е вунă кун çинче (на 8-ой иди 10-ый день) пит хытă хĕрелме тытăнать. N. Икĕ витре ĕçсен, виçĕ витре çинче (когда выпьют 2 ведра и принимаются за третье). Кан. Малтан шыв çинче ишсе пырать. N. Çăвĕпе сирĕн е хĕвел çинче, е çумăр çинче, е сивĕ çинче çӳрес пулать. || Над. N. Хĕвел: эп ир тохрăм та, каçчен çĕр çинче çӳрерĕм, тет. N. Калакла çăмарта çинă чухне çăмартана чашăк çинче тытса çияççĕ. N. Шу çинче кайăксам вĕçсе çӳреççĕ. N. Сĕтел çинче шăнасам вĕçсе çӳреççĕ. Якейк. Алăк çинче хонар çакăнса тăрать. Над дверью висит фонарь. Сорм-Вар. Хура хĕр сасси ял çинче (раздается над деревней, или по деревне). Торп-к. Ывăлĕсем пырса пăхнă та, алăк çинче шĕшлĕ тăнине курсан, çĕн çĕре витрех тарнă, тет. || При, при наличии. Сала 275. Анне çинче пурăнтăм шурă сĕт çинчи хăйма пек. Али 70°. Патшапала çанат ячĕ çинче аттепеле анне ячĕ пур. N. Эпĕ сан çинче ырă куртăм, халĕ эпĕ кин аллине юлтăм — йĕп çине юлтăм. БАБ. Вилле пăрахса кӳрше кайса çывăраймастăн вĕт. Хăрасан та пулин ун çинче (при покойнике) иккĕшĕ çĕр каçнă, тет. Сред. Юм. Пит чирлĕ выртакан çын выртнă пӳртре хăй сӳнтермесĕр ларсан: çинче ларнă, теççĕ. Сунч. † Атте-анне çинче пурăннă чух тивлетлĕччĕ пирĕи пуçăмăр. Полтава 11. Хамăр пурнăç пур çинче усал çылăх пулас çук. N. Сарă лашам пор çинче, пока у меня есть Савраска. N. Хăвăнта хастарлăх пур çинче ан ӳркен. N. Çак тĕрлĕ пулман пулă çинче унтн çынсем ялан пулă кăна çиетчĕç. Хора-к. † Тунти пасар пор çинче хĕр пăхмасăр илес мар; çак ял хĕрĕ пор çинче пер (= эпир) те арăмсăр порнас çок. || Из. Собр. Шыва витре çинче ĕçсен, çылăх пулат, тет. || Из-за. Ала 16. Çавă хĕр çинче вăсен тавлашу пулнă. Тораево. Кайнă чух вăл виçĕ усал такмак çинче тавлашнине курнă. Ib. Эсĕ пире сут туса пар, эпир çак такмак çинче виçĕ çул тавлашатпăр. Синерь. Вăл вĕсене каланă: ма эсир вăрçатар? — Вăлсем каланă: курăнман калпакпа курăнман атă çинче, тенĕ. || Иногда употребляется при обозначении времени. N. Вилнĕ çыннăн ӳтне ир çинче (на утро) пытармалла пулсан... N. Ир çинче каллах иртерех тăраççĕ те, уя каяççĕ. N. Авăн çинче кайнă (во время молотьбы). N. Данил вилчĕ авăн çинче. Истор. Пĕрре Владимир çывăрнă чух Рогнеда ăна кăшт кăна çĕçĕпе чиксе вĕлереймен, лешĕ çинче (во-время) вăранса çĕççине туртса илсе ĕлкĕрнĕ. || Среди, в. Кан. Çирĕм пилĕк ача çинче начаррисем те пулнă. Ачач 65. Кантуртан килнĕ хута çав кунах халăх çинче вуласа кăтартнă. N. † Ялĕ-ялĕнче хĕрĕсем каччă çинче палăрмасть; хамăр ялсан хĕрĕсем укçа çинче палăрмасть. Ау 269. † Тăват пилĕк пăрат (брат) çинче эпĕ кăна ытлашши. N. † Ах аттеçĕм, аттеçĕм, пилĕк чуну çинче эпĕ пултăм ытлашши. Турх. † Нумай ача çинче, ах, ӳсрĕмĕр, анчах пире ырă кун пулмарĕ. N. Ертел çинче пурте пулат. Альш. Çитмĕл тĕслĕ кун çинче çил-тăвăл кун килĕ. N. Халăх çинчи шута ăста пĕлекен çын сайра анчах. Собр. † Кӳрĕш-арăш çинче пурăнтăм, пĕр йăвари çăмарта пек. (Хĕр йĕрри). Ст. Ганьк. † Куçна шурă илсессĕн, хĕрсем çинче килĕшмест. || При названии городов и пр. на вопрос: где? Н. Сунар. Кам кайма охота çанти купир çинчи чипер Анастаçи ятлă хĕр сăнне исе килмешкĕн, уна çĕр тенкĕ парăпчĕ. (Из сказки). Панклеи. Вăсам çинчен Сорăмра мар, Кăрмăш çинчи чăвашсем, Самартисем те пĕлеççĕ. Ib. Сорăм çинче. Панклеи. Çакăнта мăн хола полнă. Çав хола çинче вăрçă тохса кайнă. Вăрçă тохсанах, холине çĕр çăтнă. (Из сказки). || На обязанности, на ответственности. Актăй. † Ĕçес, çияс хуçа çинче, пупляс, юрлас пирĕн çира. Угощенье на хозяине, а беседы и песни на нас (т. е. как бы составляют нашу обязанность). Ст. Ганьк. † Сакăр пирĕ — сарă сыппи, пилĕке çитми тусан арăм çинче. || О, об, относительно. N. Мĕн пур сăмахĕ — юмахĕ те пăрусем — вăкăрсем çинче анчах.

çинчен

вм. çийĕнчен — из. Çĕнтерчĕ З2. Кĕленче çинчен эмеле стаккан çине тăмлатать. Ала 16°. Атьăр часрах тухса тарар шыв çинчен, тенĕ (рыбаки). N. Эпĕ хам хаçат çинчен вуласа пĕлменччĕ, çынтан кăна илтнĕччĕ. Байгул. Эпĕ вăл кĕнеке çинчен пĕр сăмах хăвармасăр вуласа тухрăм. Альш. Ман ку сурăхсем çинчен хăшне пусмалла? ЧС. Вăл малтан кушилти çăмартасене сăват, ун çинчен кушил çĕклекене 25 çăмарта парат. || От. N. Вĕсемпе пĕрле киреметсене парне кӳме, е кĕлтума çӳремен; ку пурăнăç çинчен уйăрăлса çӳренĕ. || С, со. N. Сала-кайăксем анчах пĕр йăвăç çинчен тепĕр йăвăç çине вĕçсе çӳреççĕ. Моркар. Пăртак шăршласа пăхам ырнă çинчен (с устатку). || Через. ТХКА 91. Ваçли кӳме çине тăчĕ те, уй-хапхи çине урлă хунă кашта çинчен ялт сиксе каçса, çав кӳме çинех ларчĕ. Сам. 73. Чипер этем çинченех унăн чунĕ путланчĕ. N. Çурăм хыçне икĕ хул-пуççи çинчен туттăр çĕлесе çакаççĕ. Баран. 109. Çĕр ĕçлекен ĕнси çинчен темиçе тĕрлĕ вĕçен-кайăк тăранса пурăнать. N. Пор çӳллĕ çĕртрен сиктереççĕ, сапорсам çинчен, карлăк çинчен. || О, об. Сборн. по мед. Уйăрăм пичетлесе хăйсем çинчен тата уйăрăм кĕнекелле тунă. Регули 113. Ĕçлес çинчен онта поплерăм. Ib. 1095. Вăл ялан чăвашсам çинчен поплет. N. Хĕр çинчен хĕр çиекен хăй те каччă аллинче. Ст. Ганьк. Мĕшĕн шавлат çав халăх: чăн çинчен те шавларĕç, суя çинчен те шавларĕç. Кн. для чт. 56. Эпĕ сан çинчен пит усал тĕлĕк куртăм. || По (чему). N. Тинĕс çинчен утса пыр. Çутт. 54. Тин çунă юр çинчен киле кайрĕç. || По, за (сколько). N. Вăтăр тенкĕ çинчен. N. Тенкĕ çурă çинчен, по 1½ руб. N. Ку сĕлĕ пирĕн аллă тăххăр çинчен кăна кайрĕ. Мы продали этот овес всего по 50 коп. N. Çăнăхне хăй 1 Т. 80 пус. çинчен илнĕ пулнă, парасса 2 Т. çинчен пачĕ. N. Сысна аш 2 пус çинчен сотат. N. 600 тенкĕ çинчен. Кан. Улăмне торки туса 4 тенкĕ те 10 пус çинчен сутрĕç. Альш. Çитмĕл пилĕк пус çинчен килĕшрĕмĕр (сторговались за 75 коп.). Арзад. 1908, № 42. Кăтюк инке пасарта çăмартине 2 пус çинчен 10 çăмарта сутнă. || Над. N. Куç çинчен пульăсем вĕçеççĕ. Сюгал-Яуши. Сасартăк пирĕн ял çинчен хура тĕтĕм тухрĕ. || По случаю. Тогаево. Пĕр çĕре пыçтарăнса ĕç пĕтернĕ çинчен ĕçрĕç. Микушк. Тата ура çине тăраççĕ те, турра сăхсăхса пĕтернĕ çинчен пуççапаççĕ. || При наличии. Чув. пр. о пог. 320. Аслати юр çинчен авăтсан, тырă пулмаст. Если гром гремит на снегу, урожая не будет. || Сверх, того, кроме того; сверх, в придачу. Чăв. й. пур. 25. Яккуне, çинчен укçа парсах, ратнике панă. Илебар. † Кĕштеклĕх те памасан, çинчен хамăр парăпăр. Регули 1529. Вăл пире ĕçтерчĕ, çитарчĕ, çинчен (çинчен тата) прер сом окçа пачĕ. Изванк. Тата çинчен ăштрав тутараççĕ, тата ăристанскине хупса лартаççĕ, N. Ĕçтерчĕ, çитерчĕ, çинчен (çийĕнчен) окçа пачĕ (сверх того). N. Пĕтĕм чун çĕкленсе каять. Ĕçлес мар çинчен ĕçлес килет. N. Пĕрре çапла тӳленĕ çинчен тата качака путекки парса янă. N. Тӳлев çинчен, сверх платы. || Поверх. Изамб. Т. Халат çинчен симĕс пиçикки çыхаççĕ. Утăм 20. Кĕпи çинчен жилеткă. ТХКА 50. Йĕвене атте сăхман çинчен пилĕке çыхрĕ. Альш. Çак хыçрисене пĕтĕмпе сукна çинчен кăларса яраççĕ (части украшения, висяшие на спине, выпускают поверх кафтана). || N. Эпир вăрçас çук çинчен мĕншĕн эсĕ çавăн чухлĕ халăха кăлăхах тертлентеретĕн? N. Ăна шанса пурăннă çинчен эпĕ аптăрамăп.

çирĕп

(с’ирэ̆п), крепкий, прочный, твердый. Чотай. † Чавсу айне çытар хор, аллуна çирĕп туя тыт. N. Тăта йăвăçсем пирĕн патрн пек мар, питĕ çирĕп, тимĕр пекех. В. Ив. Çĕр мĕн чухлĕ çирĕпрех, вăрлăха çавăн чухлĕ ăшăкрах акаççĕ. || Твердо, крепко, прочно. N. Ытла уçă ан пол, хуна ху çирĕпрех порăнма т(ă)рăш. || Здоровый. || В перен. см. N. Вĕсем хăюллине, чейине, çирĕп калаçнине эпир хамăр та куркалатпăр. Калашн. 7. Кăкăрĕ айĕнче çирĕп шухăш пур.

çит

(с’ит, с’ит’), достигать, доходить, доезжать, добираться, прибывать. М.-Чолл. Кăвак кашкăр калать: ан, çитрĕмĕр (слезай, мы доехали). N. Манăн (или: мана) киле çитесси инçе мар. Мне недалеко до дома. N. Вĕсем хулана пилĕк çухрăм çитсе кĕреймен. Они не дошли до города пяти верст. Сĕт-к. Орапая йăвăр тиярăмăр та, аран лăчăртаттаркаласа çитсе (çитрĕмĕр). N. Çитейместпĕр халĕ. Мы пока еще не доехали (до дома и т. д.), еще довольно далеко. ЧП. Икĕ усламçă килеççĕ, тарăн вара çитеççĕ. Çитин-çитмин мĕн тăвас, тавар илмесĕр юлас мар. Тим-к. Пуп çав вăхăтра киле çитнĕ, Украк часрах тухса тарнипе пупа çитсе çулăнса вара киле тарнă. Регули 1158. Вăл ман пата çитрĕ. Ib. Сан пата çитиччен килтĕм. Ib. 1127. Эп чӳркӳ патне çитрĕм. Чӳркӳ патне çитичченех шу тăрать. В. С. Разум. КЧП. Кĕркури çитнĕшĕн хĕпĕртесе, киле çитрĕç. Дошли до дома, радуясь тому, что Г. прибыл домой (с военной службы). Б. Яныши. Тăррисем хитре йоррисене йорлама çитеççĕ (прилетают). Баран. 86. Эпĕ хам çитес тенĕ çĕре çитсе пыраттăм. Изамб. Т. Пăр (град) карттус çине ӳкет те, пуçĕ патне çитеймест. Хора-к. † Ати кил-хошши çитмĕл отăм, çитмĕл отăма çитсессĕн атин килĕ полĕччĕ. (Свад. п.). Истор. Çар ертсе çӳренĕ чух вăл пĕр çĕртен тепĕр çĕре вĕçен-кайăк пек час çите-çите ӳкнĕ. N. Ыран тăват сехет тĕлнелле, завтра, приблизительно часам к четырем (тăват сехете — значило бы, чтобы в четыре часа быть здесь). || Догонять. Яргуньк. Кайсан-кайсан, çав лашана çите пырать (начал догонять), тет. Чураль-к. Лăпăрлă карчăк çите килет (догоняет, настигает), çӳхеме те çисе ячĕ, хама та çисе ярать. || Заставать, настигать. В. С. Разум. КЧП. Эпир авăн çапнă чух çăмăр çитсе çапрĕ. N. Ăшăмри чĕрем хускалчĕ, вилĕм хăрушăлăхĕ çитрĕ мана: хăраса чĕтĕресе тăратăп. Баран. 22. Вĕсем (гнус, насекомые) выльăха чĕрĕлех çисе ярасса çитеççĕ. || Доходить числом. Çутт. 142. Йăвăç пахчи пысăках мар, вăтăр ӳлмуççие анчах çите пырать (приблизительно доходит до тридцати корней). Чĕр. чун. яп. й-к. пур. 11. Сакăр пине çитсе перĕнет вĕт вĕсен шучĕ. N. Чĕмпĕртн чăваш шкулĕ те, 1862-мĕш çулта пĕр ачаран пуçланса 1870-мĕш çулта 9 ачана çитсе, шкул хисепне кĕнĕ. N. Пилĕк тапхăрччен хĕрĕхшер хут, хĕрĕхе пĕрре çитми суран туса çаптарнă. Арзад. 1908, 54. Инке пĕр купăста йăранĕнчен 15 пуç, тепринчен малтанхине З пуç çитейми каснă. Кратк. расск. 26. Эпĕ çĕр çинче çӳре пуçлани çĕр вăтар çул ĕнтĕ; çапах аттем-аннем çулĕсене нумай çитеймест манăн кун-çулсем, тенĕ. Орау. Вун çичче çитесси манăн тата пĕр уйăх; вунçич çул тултарма манăн пĕр уйăх çитмест. Мне недостает до семнадцати лет одного месяца. Регули 906. Воннă ут патнех çите пыратьчĕ. Было лошадей с десять. || Дожить, „достукаться“. N. Тĕнче тăрăх кайма патнех çитрĕмĕр ĕнтĕ, тенĕ Иван Петрович, хăйĕн юлашки ĕнине хырçăшăн илсе кайсассăн. Дожили (достукались) до того, что пришлось итти по миру, сказал Иван Петрович, после того, как увели у него последнюю корову за подати. N. Ситмĕле çитрĕм. Мне исполнилось 70 лет. Савруши. Çапла ĕнтĕ юлашки кун патне çитеççĕ (наступает...). N. Вилĕм ĕçне çитетпĕр. || Переходить, заражать (о болезни). Трахома. Упăшки чирĕ алшăлли тăрăх арăмне те çитрĕ. || Посетить, побывать. N. Ваçан çав арçын-юмăç патне те çитнĕ (посетил). Курм. Эпĕ Москова та çитнĕ. Я был и в Москве. N. Миçе хулана çитрĕмĕр, хамăр ял этемми курман. Во сколькях городах побывали, а своих деревенских не встретили. N. Халер аллă яла çитнĕ. Холера посетила пятьдесят селений. Кан. Кун пирки ĕç сута та çитсе пăхрĕ. Это дело побывало и в суде. Юрк. Виç-тăват çул хушшинче ку виç-тăват приказа çитет (перебывал в трех-четырех приказах). Ib. Çитнĕ çĕрте çырла темĕн чухлехчĕ. || Исполняться. N. Шухăшланă шухăш та тепĕр чухне (иногда) çитмес. N. Ун урлă калани çитнĕ. Шорк. Эпĕ шухăшлап та, çав авалхи çынсем сомаххи ман тĕлĕн (в отношении меня) çитсех пурать. Б. Яуши. Кушак çул урлă каçсан, ĕмĕтленнĕ ĕмĕт çитмест, теççĕ. (Поверье). Ала 62°. † Сирĕн пиллĕх пире çитес пулсан, ирхи сывлăш шывпе ким юхтăр; сирĕн пиллĕх пире çитмесен, Шурă Атăл çинче ким лартăр. || Доставаться; постигать. Хĕн-хур. Çынна хĕн-хур тăвакана тивлет çитмест (не даруется). Ст. Ганьк. Çав ылттăн хурт пылне хăçан та хăçан йӳçĕ çитерĕ, çавăн чухне çак çынна йӳçĕ çиттĕр. N. Мана мĕн çитсе ларчĕ, çавна эсĕ те асăнтах тытса çӳре. Ман çине çитни сан çине те çитмелле. N. Ĕçе тӳррипе тумасан, сирĕн çине ун çилли çитĕ. N. Сан суту пĕр сехетрех çитрĕ, тийĕç. N. Ăна та мĕн те пулсан çитĕ-ха. N. Кам пире çитнĕ инкекрен хăтарĕ-ши? || Достигать апогея. Орау. Эх, мăнтарăн çанталăкĕ! Пирĕн кун-çул çите пуçларĕ (какая благодать весною). Кан. Ак çитрĕ пурнăç. Альш. Ял çыннисем тиркешмесен, çитнĕ манăн пурăнăç. Ала 103°. † Ати лаши — сар лаша, кӳлтĕм тоххрăм чопмашкăн. Хампа ларттрăм сарă хĕр, сарай тавра çавăрăнтăм, ĕмĕр çитнĕн туйăнчĕ. || Доставать, быть достаточным, хватать. Альш. Пурне те çитнĕ чыс (угощене). Никам кăмăлĕ шăранмасăр юлни çук. Ib. † Улма йывăççине пас тытнă, ан чарăрсем, тăвансем: пире чыс çитнĕ. (Застольная песня). N. Кĕнеке çитмен пирки (от недостатка) сан патна вулама çӳреме тивет. Истор. Эсир мана кашни килĕрен виçшер кăвакарчăн, тата виçшер çерçи тытса парăр та, çитĕ (и довольно). N. Сире сахалпа çитес çук (малого количества вам недостаточно), сахалтан та (самое меньшее) сире пĕр пăт кирлĕ. N. Эх, çитмен пуранăç, мĕн чухлĕ çынна эсĕ тĕттĕме хăвартăн! N. Ачасемпе калаçса пăхасчĕ пирĕн, ун чухне мана ĕмĕр çитнĕн туйăнĕччĕ вара. ССО. Таванăмсем! пытанса выртасси çитĕ ĕнтĕ! О сохр. здор. Тӳшек питне малтан каланă пек вĕри шывпа вĕретсе тасат, вара çатрĕ те (вот и всё). N. Эпĕ мĕн çитменшĕн хамаăн чи çывах çыннăма сирĕн аллăра парăп? Чем люди живы. Симунăн вара пурăнăçĕ çитсе тăра пуçланă. Семен стал жить в достатке. Изамб. Т. Мункунта укçа илни çитмес (недостаточно того, что...), çăмартине те, хăпартуне те пухса çӳреççĕ (попы). Ib. Çитменнипе лашана сутса ятăмăр. N. Çитменнине тата атти (анни) пырса кĕчĕ. Ой-к. † Пус-кил арĕм сӳс тĕвет; эп те тĕвем, терĕм те, кисип çитмеç, терĕ, тет. Кисип илме карăм та, йăтти хăр-хам! терĕ, тет. Регули 247. Окçа çитменрен (scr. çитменирен) çӳремест вăл. Он не путешествует потому, что у него недостает денег. Ст. Шаймурз. † Шур кăвакал чĕпписем кӳл-кӳл урлă, сĕлĕ сапса сĕлĕ çитмерĕ. Н. Сунар. Халĕ ĕнтĕ, ватăлсассăн, ĕçлеме вăй çитейми пуçларĕ те, вăл мана хăваласа ячĕ, тенĕ. Н. Сунар. Вăл ĕлĕк çамрăк чухне аван ĕçленĕ те, халĕ, ватăлсан, унăн ĕçлеме вăйĕ çитейми пулнă. Качал. Патша хĕрĕ курчĕ, тит те, çакна, калать, тит: ма килтĕн, Йăван, тесе каларĕ, тит. Эпĕ пĕтни çитмеçт-и? Кай, атту пĕтетĕн эс те, тесе каларĕ, тит (она). Пазух. Сирĕн пек ырă çын, ай, умĕнче тата тутлă чĕлхем, ай, çитмерĕ. Кожар. Пичĕшин, кахаллипе ĕçлемесĕр пурăнса, çиме те çитми пулнă. Его старший брат стал скудаться едой. Юрк. Чиркĕве кĕрсен, çав аллинчи çуртисене кашни турăш умне çутса ларта пуçлат. Пурин умне те пĕрер çурта лартсан, пĕр турăш умне лартма çурта çитмест. Ib. Сана уйăрса пани çитмен халĕ. Мана мĕн чухлĕ патăр? N. Пурăнăç çитмен пирки выçăллă-тутăллă пурăнса аран ӳскелерĕм. ЧС. Ачасене татах тем çитмес: кушилти çăмартана капăр (вдруг, сразу) тăкса яраççĕ те, пĕри те пĕри илес тесе, сыранса ӳкеççĕ. N. Вăл панипе çитмерĕ. Данного им не хватило. N. Саххăрпа çитет поль. Сахару-то, поди, достаточно (т. е. больше не надо). N. Ĕлĕк пирĕн нихçан та çиме çитместчĕ. Якейк. Эс мана окçа тыр вырнăшăн кĕт çитимирах патăн (не додал). Ib. Çорт лартма Иванăн хатĕр çите пырать. Иван почти что приготовил материал для стройки. Яжутк. Çулталăкне çĕр сумпа çите. Будет достаточно ста (ассигнованных) рублей в год. Юрк. Çĕнĕ-çын чухне хунямăшне пĕр витре шыв карташĕнчи пуссинчен кӳрсе пама ӳркенекен çынна, халĕ тата таçтан аякран та пулин ирĕксĕр тултас пулат. Ахаль те чăлах япалана, наяна, çитнĕ те... тытăнат хуняшшĕне: пус та туса памарĕ, тесе, вăрçма. Собр. Ĕçсе çитнĕ, тек ĕçсе капан тăвас çук, теççĕ. Йӳç. такăнт. 37. Ну, кум, ан ятла çисе те, ĕçсе те çитрĕ. Манăн каяс ĕнтĕ, питĕ ĕçсĕр пултăм. || Касаться. N. Лашине куритене çитмеллех кăкарман. || Сравняться. Янш.-Норв. Тĕр таврашĕнчен вара ăна çитекенни те çук: ăна хуть те мĕнле тĕр пуçласа пар, вăл ăна пĕр самантах тума вĕренет. Собр. Тӳрĕ пурăннине ним те çитмĕ, теççĕ. (Послов.). N. Ача-пăчана ху куç умĕнче тытнине нимĕн те çитмест. N. Вĕсен çулчисене, кăларичченех (до вырытия корнеплодов), татманнине нимĕн те çитмест (лучше всего не рвать). N. Нумай тĕрлĕ суран пур, чĕре суранне çитеймест. N. Эсир ăçта мана çитме! Тăв. 37. Ну-у, кăна уш ан кала та. Ваньккана Кирукăн çитме питĕ инçе. N. Ку Якор патне çитес çок. Ему с Егором не сравняться. С. Айб. † Нумай пĕтет, сахал çитет, пĕрле тăнине мĕн çитет? || Приближаться. N. † Хăят çите пуçласан, хĕр пухăнать урама; Хăят çитсе иртсессĕн, хĕр саланат урамран. СТИК. Эс миçере? — Çирĕмре.— Эй сана салтака кайма вăхăт çите пырат иккен! (Выражает близость солдатчины, не указывая на приближение во времени). || Успевать, подоспевать. С. Айб. † Савнă тусăм аса килнĕ чух çитеймерĕм эпĕ чыспала. БАБ. Ку тукатмăш хĕвел аннă вăхăтра вилчĕ те, çĕрле пулса çитиччен ун вилни çинчен пĕтĕм ял пĕлсе çитрĕ. Собр. † Пире курайман тăшмансенĕн куçĕ ăçтан курса çитет-ши? Орау. Иванĕпе Макарĕ çитнĕ те унта (уж там, везде поспевают шедьмецы)! В. С. Разум. КЧП. Вăл килессе кĕтех тăрса урока çитеймерĕм. || Вернуться, обратиться на... N. Хам тунă йăнăшсем хамах çитрĕç, вĕсем пуçăм çинчи çӳçрей те йышлăланчĕç. Нижар. † Кайăк-хур пырать картипе, кайри мала иртминччĕ: эпир çакăнта ĕçсе çисе юрлани хамăр хыçран çитминччĕ. || Наступать. Юрк. Çитес пин те тăхăрçĕрмĕш çулта. В будущем 1900 году. Орау. Çитес хĕлте (будущею зимою) кĕлетне кăлараймăпăр-и-ха, сыв пулсан! Четырлч. Çитнĕ çулхи (наступившего года) куланай пулат, çак парăмсене тырă пулнă çул пурне те ытаççĕ. Якейк. Пирн те каяс çиттĕр поль. Поди и нам наступила пора уходить. (уезжать). СТИК. Çитес вырсарникун, çитес эрнере, çитес уйăхра. (В этих выражениях „килес“ не употребляют). Ib. Çитес праçникре тата килĕр. Кан. Етĕрнери эрех савăчĕ-çуртне çитес кунсенчех юсаса çитереççĕ (кончат ремонтировать). ТХКА. Тăхти, çитес çул клевĕр лартам-ха, сана вара клевĕр пăтти пĕçерсе парам, клевĕр кукли туса çитерем. Чхĕйп. Вара вăлсам çитес каç, юпа тăвас тенĕ чух, пĕр пĕчĕк сĕтел, тата тепĕр пĕчĕк пукан туса хатĕрленĕ. ГТТ. Ваттисенче вилнĕ. Умер (-ла) в старости. N. Анчах вăл вăхăт çитсех çитмен пулĕ ахăр (видно еще не совсем наступило). N. Ача çурални сакăр кун çитсен (когда исполнится в дней со дня рождения ребенка). ЧС. Манăн асанне вилни пилĕк çул çитет ĕнтĕ. НАК. Киле каяс вăхăт çитерехпеле, когда уже приближалось время отъезда. || В качестве вспомог. гл. N. Новгород пĕтĕмпех пĕтсе çитнĕ. Баран. 107. Тинех вара вĕллере йĕрке килсе çитет (наступает порядок). N. Вĕренсе çитсе кĕнеке вулăр, хытă çĕре кăпăк тăвăр. Ала 62. Пурте ларса çитсен, когда все усядутся. Ib. 80. Ĕçсе-çисе çитсессĕн, вырттарса çывратрĕç старике. Чăвашсем. Çутăлса çитсен, когда рассвело (-ет). Пĕтĕмпе тĕттĕм пулса çитсен, когда совсем потемнело (-ет). Виçĕ пус. 17. Начарланса çитет. В. С. Разум. КЧП. Микулай ӳссе çитнĕ. О сохр. здор. Пирĕн ĕçе çавăн пек: тасалса та çитме çук (т. е. не находишь времени привести себя в порядок). N. Çамрăк ачасем салтака кайиччен нумай вĕренсе çитеççĕ. N. Мĕнле ку чиновниксем, улпутсем пит „кăмăллă“ пулса çитрĕç? N. Килсе çитнĕ. N. Пурăнсан-пурăнсан, хай чир чиперех пусмăрласа çитет. N. Начарланнăçем начарланса çитнĕ. Чума. Вăй-хăвачĕ пĕтĕмпех пĕтсе çитнĕ (у нее). N. Выльăхсем самăрланса çитрĕç. Цив. Çырмана лашасене тытма пырса çитрĕ. Н. Сунар. Вăл ман пата чупса çитсе (подбежав), мана калар. Бес. чув. 4—5. Ун çинчен: ку пуйса çитрĕ, теме те юратьчĕ. N. Кунта халăх пайтах пуçтарăнса çитнĕ иккен. СВТ. Тата ача пĕр-пĕр чирпе чирлĕ пулсассăн та, сывалса çитиччен ăна шатра касма юрамасть, теççĕ. Альш. † Ӳссе пĕвĕм çитсессĕн, эпĕ усал пултăм-и? (Хĕр Йĕрри). N. Вĕсем мана эпĕ аптăраса çитнĕ вăхăтра кклсе тапăнчĕç. N. Курăк ирхине чечеке ларса çитет. N. Сан хаярлă-хунтан хăраса çитрĕмер. N. Сывлăшăм пĕтсе çитрĕ. N. Шăп тăват сехет тĕлне килсе çитрĕ. Пришед ровно в четыре часа (секунда в секунду, без опоздания). || Быть готовым (доходить до того, что...). Юрк. Хăшне пăхнă, ăна, юратлипе ытараймасăр, чуп-туса илессе çитетĕн. Н. Шинкусы. Тем парасса çитнĕ. Был готов отдать не знаю что. См. ахаль ту. БАБ. Юман хăй тĕреклĕ, çирĕп те, кăмпи те хăватлă теççĕ, курăнать; таçтан илессе çитеççĕ сассим (готовы взять откуда бы ни было). || В чувашизмах. Четыре пути. Çитĕнсен евчĕсем ăçтан çитнĕ унтан (отовсюду) пыра пуçларĕç. N. Ăçта çитнĕ унта, куда ни пойдешь — всюду... N. Ăçтан çитнĕ унтан, со всех сторон, отовсюду. ТММ. Ăçтан çитнĕ туйăма, кушак пуç пек хыпама.

çитсе кĕр

входить, вьезжать; впадать. Орау. Упнер шывĕ Çавала çитсе кĕрсенех вара Якку шыв армань ларать. ТХКА. Мĕн пулчĕ капла? Хамăр ял мар-çке ку, ачасем. Ăçта çитсе кĕтĕмĕр эпĕр?

çичĕ-ют

, çич-йот, чужие люди (не родня). Юрк. Никамра ун пек илемлĕ тума çичĕ-ютра курас çук. Альш. † Курса калаçма лайăх хамăр тăван, ĕçме-çиме лайăх çичĕ-ют. Янш.-Норв. † Халиччен кайман çичĕ-юта тăвансăр епле каям-ши? (Солд. п.). Якейк. † Ати пӳрчĕ сакăр аршăн, эпĕр çитĕнсе çитрĕмĕр те, сакăр аршăн та тăвăр полч, çичĕ-йота кăларса яч. СПВВ. Çичĕ-ютă (эпическое число). N. † Аттен çемйи (йышĕ) катăлчĕ, çич-йот çемйи хошăнчĕ.

çиччĕ

(с’ич’ч’э̆, с’и’ц’ц’э̆), семь (употребляется самостоятельно). Юрк. Çамрăклах, ултă çул тултарса çичче кайсан... Ib. † Çиччĕпе кайрăм Хусана (на семи лошадях). Ib. † Çиччĕ те пилĕк (т. е. 12) сарă курка, хамăр алăра вылянат. N. Ĕмĕрте çиччĕ кирлĕ пулмасан та, виççĕ кирлĕ пултăр. ТХКА 123. Автан çиччĕ авăтсан, шурăм-пуçĕ килнĕ чух. Букв. 1908. Кĕркурийĕ çиччĕре (семи лет) пулнă, Петĕрĕ тăваттăра (четырех лет) пулнă. N. Çичĕ çулхи (семигодовалый) вăкăрĕ пулнă, çичĕ çултанпа çиччĕ (семь раз) кĕтĕве кĕмен. N. Çиччĕ-саккăр таврашĕнче (часов в 7 или 8) || Поминовение покойников. Хорачка. Çиччĕре (Илĕм коння., çичĕ эрне тенĕ чоня) акса пĕтереччĕ.

çиччĕмĕш

седьмой. Кан. Кăвак пĕлĕте (голубое небо) çиччĕмĕш хутри пĕлĕт теççĕ хăшĕ. М. Васильев. Çиччĕмĕш ушкăнта таврари ырăсене асăннă, çавăнпа эп кунта хамăр таврари ырăсене çырап.

сарă çу

топлёное коровье масло. N. † Хамăр тăвансем аса килсессĕн, шăранать чĕрем сарă çу пекех. N. † Кашасенĕн хĕрсене пĕр тутанса пăхрăм та, сарă çу тути каларĕ. Юрк. † Юрататăп сире çавăнпа, сарă çу пек ирĕлет чĕлхĕрсем (ваши речи). Ib. Чĕлхи-çăварĕсем пĕтĕмпе сарă çу пек çеп-çемçе.

çукпала

из-за отсутствия. О сохр. здор. Пурăнмалла урăх пӳрт çукпала ( = çук пирки) çав сивĕ, нӳрлĕ пӳртрех... пурăнмалла пулсан... Бугульм. † Ай-хай, милай, хамăр тăван, сивĕнчĕ кăçалхи çукпала.

çулхи

встреч. в соединенни с числ.— имеющий... лет, годов. N. Эпир лаша олăштартăмăр, хамăр тăват çолхи кĕсре илтĕмĕр. Бгтр. Урапа патĕнче лараканĕ пилĕк çулхи (пятилетний) ачи пулнă, тет; лешĕ, пĕчикки, алри ача пулнă, тет.

çум

çом (с’ум, с’ом), бок. Яргуньк. Эпĕ çума хыпаларăм та, манăн çумра пĕчĕк çĕçĕ пур. Орау. Хĕççине çумне çакса çӳрет (с боку). || Место, находящееся рядом. Регули 1131. Пирĕн ял çомĕ çулла вырăн. || Употреб. в качестве послелога и обозначает больщую близость к предмету. Для различных лиц: çума (çумма), çумна, çумне, çумăмăра, çумăра, çумне, çумĕсене, çумра (çумăмра), çумăнта, çумĕнче, çумăмра (çумра), çумăрта (çумра), çумĕнче (çумĕсенче). В некот. гов. встреч. сан (хăвăн) çомра, сирĕн çомра. Регули 1139. Вăл ман çома кисе тăчĕ. N. Ку хутне сĕтел çумне çыпăçтарăп (безразлично, к какой части, или с какой стороны стола). N. Хĕрес çумне пăталанă. Изванк. Тата кирек мĕн сиен пултăр тесе, çурт çумне пĕр-пĕр çĕре укçа пырса чикеççĕ. N. † Сартумккаран илтĕм сар лаша, Самар лапки çумне кăкартăм. N. Шкул пӳрчĕ çомне çĕр касса панă. Завражн. Ман çомран пĕр виç аршăн аякра утса пычĕ (шел рядом аршина на три от меня). Толст. Çынсем çунисем çумĕнчен (рядом с..) тумтир çухисене тăратса утса пыраççĕ. N. Тата урапа тул(к)кисене Рамансен çумне çакнăччĕ те, вара Михаил Павлов манăн урапа тул(к)кисене исе кайнă. Кĕвĕсем. Савни, çумна кĕмесен, сăмах ан хуш, куç хĕстер. Тайба-Т. † Чипер ача кулянат савни çумне кĕменрен. N. Вут çумне, сулахай енне сĕтелпе тенкел лартаççĕ. N. Шкул çумне темĕн тĕрлĕ аван анкарти, тата пахча туса хучĕ. Регули 1138. Пирĕн çомра (рядом с нами) порнать; вăл ман патра (у меня) порнать. Ib. 1136. Кăмака çомĕнче (у печи) тăрать (выртать). Ib. 1134. Йăвăç çомĕнче (йăвăç айккинче) çакăнса тăрать. Висит на дереве. Юрк. Юпа çумне ăвăс çурта çутса лартаççĕ. Пазух. Хăйĕ ларать хурăн, ай, тăрринче, çунаттисем пĕлĕт, ай, çумĕнче. МПП. Пыршă çумĕнчи çу. Юрк. Ачана мĕшĕн йĕртетĕн, кӳр-халĕ хама, тесе, хунямăше йĕрекен ачине хăй çумне (хăй аллине) ыйтса илсе йăпата пуçлат: апу, ачам, мĕшĕн йĕрен, ан йĕр! Ачи аван иккен, ашшĕ пекех! тет (упăшки салтакра чухне пулнă ача çинчен). Регули 1140. Орăх утсам çомне кӳлтĕм; орăх утсам патне ятам. Ib. 1132. Йăвăç çомне тăратрăм. Ib. 1133. Ман алă çомне çипĕçрĕ (= çыпăçрĕ). Козм. Пăраххот кантор çомне ларат (пристает). Тăв. 35. Иртнĕ вырсарникун Карук вăйăра ман çума кĕнĕччĕ. Истор. Ун çумне сыпса тата пысăк çурт тутарнă. N. Утă çумне кăкарса таки ан тытăр. N. † Сарă варăм хĕрсене хамăр çомала лартрăм. Шибач. Контине (свое лукошко) йоман çомне çакрĕ те хварчĕ. Регули 1135. Орăх тавраш çомне хотăм. ТХКА 105. Ман пуртă тикăра çурмаран касса татса, пĕр хыр çумне (в сосну) тăрăнса ларчĕ. Хыр çумĕнчен пурта кăларса илтĕм. Рук. календ. Квитанция çумне (к квитанции) пичет пустар. Ст. Шаймурз. Ăйхăран вăраннă çĕре сĕтел çумне çырса хунă. Когда она проснулась, нашла надпись... О сохр. здор. Ерекен чир сывă мар çынăн ӳчĕ çумĕнче анчах пулмасть, унăн кĕпи-йĕмĕ çумне... те çыпçăнса юлать. Юрк. Стена çуммĕнче пĕр кĕсле çакăнса тăнине курсан, пĕр вырăсĕ çав кĕслене аллине илет те, тытăнат кĕсле калама. Ib. Çтена çумĕнче вĕсем тĕлĕнче кĕлетки çакăнса тăрат. Кан. Куславкка урамĕсенче, çтенасем çумĕнче: индустри зайомĕ облигацийĕсене илĕр, тесе, çырса пĕтернĕ. N. Сулахай пĕçĕ çумчен шенеле çĕмĕрсе карĕ, ӳте кăшт анчах лекмен. N. Ман çĕлĕк çумĕнче сан мĕн ĕç пур? N. Уруна хорăн çомне хырса тасат. Хорăн çомĕнче тасат. Кан. Çуртсем çумĕнчи вывĕскăсем çине чăваш чĕлхине темле те кукăртса çырса хунă (написано искаженным чув. языком). N. Çтина çумне çырса хăварсаттăм. N. Арча çумне питĕркĕç тунă. К сундуку приделали запор. N. Урана йăвăç çумĕнче хырса тасатрăм (выскоблил, вычистил). Н. Кожары. Çĕççе кăмака çумăнче хырса çивĕçлерĕм. N. Ман урасем пылчăклăччĕ. Эпĕ карăм та, юпа (хурăн) çумăнче тасатрăм. N. Юпа çумне кайса тасат уруна. N. Хурăн çумăнче уруна тасат. (Это верно). N. Урана картлашка çинче тасатрăм. Н. Лебеж. Çурçĕр тĕлĕнче çумран (с моей постели, буквально „от меня“) тăрса карĕ. Артюшк. Туратне пĕрене çумĕнчен касса пăрах. Очисти бревно от сучьев. Орау. Ах, мур! сан çулăнта çынсен ачисем пурăнăç çумне кунĕн-çĕрĕн ĕçлесе хушаççĕ, эс пуррине салатан. Ах, ты, дрянь, в твои годы другие уж зрарабатывают, а ты все теряешь! || Указывает на нахождение предмета при ком-либо, т. е. за пазухой, в кармане и пр. Ау 13°. Пуртине çумне çакрĕ, тет. Хора-к. Пуртă илтĕм, çумма чикрĕм. Юрк. Кĕрӳшĕ куркинчи сăрине ĕçсен, укçине хăй çумне илет. Регули 1141. Ман çомра (при мне) окçа пор. Юрк. Карчăк, укçана акă эпĕ кунта, ешчĕке, хутăм; хампа пĕрле çумра ярмуккана илсе çӳресен, кăларса-туса илесрен хăратăп. Якейк. Виççĕр тенкĕ окçам çомăмра (при мне). Микушк. Арчи уççи анне çумĕнче (у матери, при ней, напр., в ее кармане и пр.). N. Çомма окçа похасшăн, чтобы собирать деньги. Тяптяева. Эпир сутса (лошадей), сана укçине парса, хамăр çума виçĕ пус хăварас тесе, шухăшларăмăр. Хорачка. Кĕçĕн-кĕрӳ кăчкăрса çӧрет: атьăр тоя! Арăм пор-тăк, арăмне илĕр çома, арăм çок-тăк, волашка илĕр (кĕпе волашки), ачи пор-тăк, ачине илĕр, ача çок-тăк, токмак илĕр. Панклеи. Йолашкине çомне чикет. Остальное взял с собою. N. Вулăсра укçасене пăхса тăракансем укçасене хăйсем çумне илнĕ. Кан. Пĕрин çумĕнче те хĕрес кураймăн. Якейк. Хора шарçа килĕшет, çома (на себя) çаксан килĕшет. || Вместе с..., попутно. Альш. Ăна (их) вăрçтаракансем çумĕнчен пĕр-икĕ ăса кӳртекен те пулат... Ib. Тепĕри татт ун çумĕнчен ача-пăча тăманнипе тертленет. Ib. Каччисем каяççĕ хĕрĕсем патне уллах пăтти çиме. Пăтти çумĕнчен ăна-кăна тупат, сĕтел çине хурат. Ib. Арăм çумĕнчен хĕрĕ те йĕрет вара. Ib. Православный праçник çумĕнчен тата унăн хăйĕн авалхи йăлине хисеплемелле кунĕсем те пур. Чăв. й. пур. 16°. Çапах та кунăн тетĕшĕ пурăннă пулсан, ун çумĕнчен пурăнма ăна çăмăлтарах пулнă пулĕчĕ. N. Ун çумĕнчен ерипе пуп ывăлĕ те тиечукпа улах тăрăх çĕр-хута сĕтĕрĕнсе çӳреççĕ. || В сравнении с... Орау. Ун çумăнче вăл ним те тăмаçть (ним те мар, не стоит). N. Ăвăс вутă юман вутă çумĕнче çур хакпа анчах çӳрет. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 25. Çав шапасем ытти шапасем çумĕнче пит чипер пулнă. || За. Тайба-Т. † Утма ăçтан кăкарас? Улма-йывăç çумĕнчен. N. Манăн лаша юпа çумăнче кăкарăнса тăратьчĕ.

çумри

çомри, находящийся при (подле, возле). Чотай. † Кӳлсе те тохрăм сар лаша, сиккĕр те ларчĕ сап-çар хĕр, çомри та арăм поль, тесе (я подумал, что это моя жена). Çомри та арăм полман-мĕн; ай, мĕн тăвас, мĕн тытас, çомра та çокки мĕн пулмаçть. || Живущий бок-о-бок, в непосредственном соседстве. ТХКА 46. Хамăр çумри (наша соседка) Ваçли арăмех пусса çирĕ пуль ĕнтĕ пирĕн кăвакалсене.

çур

половина. См. çурă. Шурăм-п. Пыл çур катка анчах. Меду только полкадки. М.-Чолл. Кам иксĕртен тупать çав кайăка, çавна çур патшалăх (полцарства) парап, тет. Кожар. Пĕри çур шыва (до средины речки) ишсе çитрĕ те, ывăнчĕ те путрĕ. Изамб. Т. Ул урамăн сулахай енче çур урамĕ (половина домов) урамалла пăхса ларат. С. Айб. Кун çурта çавăрăнса килчĕ. Сьездил (совершил путь туда и обратно) в полтора дня. (В СТИК скажут — кун çурăра, с очень кратким „ă“). Орау. Çур ăслă япала, полоумное существо. КС. Мана çур валли пачĕ (половину доли). Сред. Юм. Çор вырăс, çôр чăваш. (Гов. если мать русская, а отец чувашин, или же отец русский, а мать чувашка). Синьял. Хампа пĕрле юрлакана çур кăмăла парăттăм. N. Çур кĕрепенкке, полфунта. N. Çур пус, полкопейки. N. Çур пăт, полпуда. Альш. Старикки арăмне калат, тет: арăм, çĕтĕкне-çурăкна, çур çăкăрна кăмакана пăрах. N. Ĕлĕкхи çур вăй та çук. Чотай. † Пӳрчĕ ларать — çор чӳркӳ, хĕрĕ ларать мара пак. Сĕт-к. Ĕлĕкхи тантăш çор çона, эпĕр хамăр пĕр çона. (Çăварни). N. Çур хирĕ хура выртать.

çурмала

çурмалла, пополам. Скотолеч. II. Скипидарпа кантăр çăвĕ çурмалла хутăштарса. Кан. Çылăх çурмалла, теççĕ. Тавай пополам. N. Вĕсем арçын пек те, хĕрарăм пек те мар, çурмалла тесе шутланă. || Исполу. N. Çурмалла вутă турăмăр. || Средний. Эпир çур. çĕршыв 18. Хăшĕ хамăр ялти шкултан тухсан малалла вĕренме кайса çурмала шкулсенче вĕренсе тухнă, хăшĕ тата чи аслă шкулсенче вĕренĕ.

çурă

(с’уры̆), половина. См. çур. О сохр. здор. Холерпа чирленĕ çынсенчен пĕр çуррине яхăн анчах чĕрĕлеççĕ, ыттисем пурте вилеççĕ. Панклеи. Хоçи: тепĕр çол порн, вара окçа пĕтĕмпех парап, тет. Ача, пурнас мар çорри, виçĕмĕш çола виççĕр тенкĕ итет (наполовину собираясь не жить, т. е. готовый уйти). N. Чăкăт çурă чăкăт. Полтора чыгыта. N. Эпир те теçеттине выртартăмăр сала çĕрне, çынсем кунтан исе карĕç те, çирĕм пилĕк тенке калаçса кайнă; çуринче (в полдесятине) пилĕк пулат, пилĕк çурă (урапа) пулат. N. Пĕрре çурă, иккĕ çурă. Этем йăх. еп. пуç. кай. 58. Пăр питĕ майĕпе шунă: тавлăкра вăл çурă е пĕр чалăшран ытла каяйман. N. Çурри яхăн, до половины. N. Вуниккĕмĕш çурри (половина двенадцатого), тет Натта. Срв. вуниккĕмĕш 25 минут. N. Вăл чирпе çын чĕрĕллех çурри вилсе çӳрет. Çĕнтерчĕ 17. Кĕрпене те эпĕ çурри хăйăр хутăштарса патăм. Виçĕ пус 40. Хăрах çуррин çумне ыраш пуссин пĕчĕк пайне çыпăçтарса лартса, унта çур-тырри акаççĕ, тепĕр çуррин çумне хура пусăран юлнă пĕчĕк пая çыпăçтарса лартса, хура пусса хăвараççĕ. Кан. Улма кăçал пĕлтĕрхин çурри чухлĕ те тухас çук. Ib. 221. Хальхи вăхăта ĕçсене çурри-çукрах туса пĕтернĕ. Собр. † Илĕп, илĕп, тесе, илĕртрĕн те, çурри хĕр ĕмĕрне иртертĕм. Дик. леб. 40. Хĕвел ĕнтĕ çуррине яхăн шыва пытанчĕ. Якейк. Эпĕр онта конти чохлехчĕ, тата контин çорриччĕ, тата çоррин çорриччĕ. Нас было там столько, сколько здесь, да еще половина, да четверть. Ib. Пиртен çорри конта. Половина нас здесь. Ib. Эс аçун çорри те порнас çок. Ты и половина жизни отца не проживешь. Ib. Эс аçун çорри та пĕлместĕн. Ты и половины того, что знает отец, не знаешь. Ib. Эс ман çорри та пĕлместĕн. Ib. Ман çорри порнсан пырĕччĕ те, порнимăн çав. Альш. † Çичĕ ют килне кайсассăн, шыва кайма хушсассăн, çурри витре çĕклесен, начар килчĕ тийĕçĕ. Ib. † Хампа пĕрле тăрса юрлакана çурри чуна çурса парăттăм. Сборн. по мед. Çурри сĕт, çурри шыв хутăштарас пулать. Изамб. Т. Ул вара çурринчен хăпарса шăтăклă-шăтăклă пулса пиçет. Ала 56. Çурри йăвăçа сĕрсе çитсен, когда допилили до половины дерева. Шурăм-п. Калаçасса — çурри чăвашла, çурри вырăсла калаçаççĕ. Таса пĕр чĕлхепе калаçма пĕлмеççĕ. N. Карасĕ лучăрканнă та, пылĕ çурри яхăн юхса тухнă. Сот был измят, и мед из него наполовииу вытек. С. Айб. Касас пулать улма çуррине. Тайба-Т. Çурри чуна çурса парăттăм, чунран пуçне хама пурăнма халь пулсаи. Юрк. Упăшки те ăна хирĕç: мĕн парасси-мĕнĕ-çурри чунăма çурса парăттăм, тет кулса. N. † Ялан хамăр тăван тиекене çурри чунма парăттăм. Ачач 8. Темле çӳçенкелесе илетĕн. Ах çапах та, аван вăл унашкал çурри тĕлĕрсе, çурри тĕлĕрмесĕр выртнă вăхăтра.

çурт

, çорт, (с’урт, с’орт), строенне (изба, сруб, конюшня и пр.). N. Унта çурт пур-и? Есть ли там (какое-нибудь) строение? N. Çурт лартрăм. Я поставил строение. || Двор со всеми относящимися к нему постройками. Изамб. Т. Ул тыррисене, çурт çавăрас тесе, сутса пĕтерчĕ. ЧП. Пирĕн хамăр савни хура куç инçе те мар, çурт урлă. Юрк. Е тата хулара хăй çурчĕпе пурăнакан тетĕшĕнчен (ашшĕпе пĕр тăвантан) ыйтса илет (деньги). Ib. Çурт ларттара пуçлат, пӳрт, кĕлет, вите, ытти хуралтисене те тутарат. N. Унтан мĕн килет çурта, мĕн каять, мĕн пулнине çырса яр. Альш. Çуртсем пирĕн енчи вырăссеннĕ пекех: ытла елккен çуртсем мар. К.-Кушки. Унăн çуртне салатнă та, пӳртне витнĕ чусне вăрласа кайнă. У него раскидали всю избу и утащили тес, которым она была покрыта. КАЯ. Вăл карчăк пиртен пилĕк çурт урлă анчах. Собр. Çуртра тиркĕ-çăпала шалтăртатмасăр пулмаçть, теççĕ. (Послов.). Ау 17°. Амăшĕ каларĕ, тет: ачам, çурт кучĕ йывăр, тесе, калаççĕ, тухса килĕш мĕнпе те пулин, тесе каларĕ, тет. Н. Байгул. (Алтан) çурт айĕнче алтсан, çăмăр пулать. N. Çурт ăшчиккине пухап. Убираюсь в избе. N. Шур курница çумне çурт хурат (хура чĕкеç). ЧС. Çуртсăр юласси (лишиться) пит хĕн. Собр. Ывăл пулмарăм, хĕр пултăм: çурт тытмасть, тесе, паратрим? N. Тутар, ахăр, пĕр майлă тăраканскер, икĕ пӳрт, йĕри-тавра çуртсем. Ст. Чек. Çурт çумне хуралтă хушас, тепĕр хуралтă лартас. N. Ăна вĕлерес пусан, пирĕн çурт хупăнат. || Этаж. Бгтр. Улпут аялти çуртĕнче чей ĕçсе ларать, тет.

çурт-йĕр

дом, жилые постройки вообще. N. Çуртра-йĕрте йĕрке пултăр тесен, пĕр хуçа кирлĕ. Кан. Çурт-йĕр тăвакан коппераци — 22 çемье валли. Сред. Юм. Çорт-йĕр пит аван çавăрчĕ. Хороший дом выстроил. Рук. календ. Прокоп. Çурт-йĕр тĕлĕшĕ. НАК. Чăвашсем çурт-йĕр тунă чухне те тĕрлĕ йăласем тăваççĕ. Дик. леб. З8. Унтан пире хамăрăн атте çурчĕ, хамăр çуралнă, пурăнса ӳснĕ çурт-йĕрĕмĕр курăнать. Кн. для чт. 29. Вăл та çурт-йĕрте кирлĕ пулать.

çут-çанталăк

свет, мир. Кан. Суккăрсем ĕмĕрне çут-çанталăк курмасăр иртереççĕ. Йӳç. такăнт. 35. Кĕркури. Аннене пиллетĕр, çут-çанталăкра çӳретĕр! Пирĕн тăкăнни те сая каймасть. Альш. Çак çут-çанталăкра мĕн хаклă? Ырăлăхпа сывлăх пит хаклă. Шорк. Çут-çанталăкра темĕн те курăн. N. Çут-çанталăк çутти пурне те çитет. (Изречение). Ала З. Çак хĕр çут-çанталăка курсанах çухалмалла (должна пропасть). Ib. Эпĕ кун пушшĕ пултăм, атия та, апия та курман, тенĕ, тет, тата çут-çанталăка та курман (не видала), тенĕ, тет. N. Авă эпир мĕн куратпăр хамăр куçпа: çĕршыв, тата çӳлте хĕвел, ойăх, çăлтăрсем, тата çӳлти кăвак пĕлĕт, ăна çут-çанталăк тетпĕр. || Назв. божеста. Т. VI, 72. Çут-çанталăк турă çулĕ. Ib. Çут-çанталăк амăшĕ, çут-çанталăк.

çутă

(с’уды̆), свет. Самр. Хр. Çенĕхĕн урам енчи шăтăкран темле çутă курăнса кайнă. Кан. Каçпа, пĕлĕт çинче çутă сӳне пуçласан. Ал. цв. 29. Хĕвел ансан, каçхи çутă кăвакарсан. Орау. Кăраççин çуттинче çывраятни эсĕ? Можешь ли ты уснуть при свете? Ib. Кăраççин çутипе çывăраймастăп эпĕ. Ib. Пăх-ха йывăçсене, епле çинчен ӳссе кайнă, çутталах туртăнаççĕ (или: кармашаççĕ). Деревья тянутся к свету, растения в темноте тянутся к свету. Ib. Тĕттĕмре ӳсекен япала çутталах сулăнать çав вăл. Ib. Таçта çавăнта кăмакана вут хутса янă пек те, кăмакари вут çути тепĕр енчи пĕрене çумне ӳкнĕ пек. Ib. Эп пытăм та, вĕсен ун чухне çутă-мĕн курăнмарĕ. Баран 42. Пӳртсен мĕлки палăрать. Чӳречисем çине вут çути ӳкнĕ. Сĕт-к. † Вăрман виттĕр тохрăмăр, врене шульчи çуттипа; врене шульчи çуттипа мар, хамăр варлисен çуттипа. N. Пĕр çĕрхине уйăх çути çап-çутăччĕ. Юрк. Уйăх çутти çап-çутă. Ib. Чирлĕ çын, чӳрече витĕр çутта пăхса вырта пуçласан, вилет. Янтик. Эп краççын çутинче вулап (при свете лампы). Ib. Пĕр çурта çуттинче вулама канчăр. Ib. † Чиркӳ тăрри пит çутă, уйăх çути çутăран; кĕçĕр хĕрсем пит çутă, çын кĕмĕлне çакнăран. N. Эсĕ манăн çуттăм вырăнне çутăлтарса ярăн. Ск. и пред. чув. 18. Уйăх тухрĕ, хăпарчĕ, шурă çутăпа çутатать. Альш. Çутă çутса çутăпа шыраса çӳреççĕ, тет, вăрманта. Пир. Ял. Такам çутă сӳнтерсе лартать (погасил). Сред. Юм. Краççин çутипе волать, çôрта çутипе волать. Пролей-Каши. Çутă енне(лле) кайичченех кукăларĕ (кукă). Н. Седяк. † Çуртăрсем çӳлĕ, çутти çутă, вĕт кайăксем вĕçсе çитес çук. N. Ир çинче куç-пуç çутипах. N. Тол çути киле поçларĕ. Икково. Тол çути палăрма поçларĕ. N. Пĕлĕте çутă ӳкнĕ. Пĕлĕт çине вут çути ӳкнĕ, пĕр-пĕр çĕрте вут тухнă пулмала. В. С. Разум. КЧП. Тулта хĕвел çути, пӳртре унăн çутти. || В перен. знач. N. Пирĕн чăваш халăхĕ çуттала тухма тапратнăран вара питех нумай вăхăт пулмаст. N. Çутăра çӳре, ходить в свете. См. Магн. М. 174. || Блеск, сияние. Ала 100. † Воник арман хошшине йĕсрен кĕпер хурăмăр; эс кĕпер çуттине ылтăм йопа лартрăмăр. Мусир. Вăрман витĕр тухрăмăр вĕрене çулçи çутипе. Дик. леб. ЗЗ. Унăн уйăрăм-уйăрăм çуттисем анчах, йывăç турачĕсем хушшинчен çĕре ӳксе, ешĕл курăк çинче ылттăн мулкачă пек йăлтăртатса, вырăнтан вырăна куçа-куçа тăнă. Чураль-к. Манăн умри кĕмĕлĕм Атăл çутти пултăр-и; манăн çири чаршавăм Атăл çитти, ай, пултăр-и. || Отрада. Н. Карм. † Эпир атте-анне куç çутти. ЧП. Вуник пус нухрат куç çути, эпир атте-анненĕн кун çути (поддержка, отрада). Ib. Ялти савнă тусăм чун çути.. || Краса, украшенне. Микушк. † Кĕмĕл çĕрĕ шыв çутти, сарă инке кил çутти. Курм. † Çут тор лаша çол çутти, сарă арам пӳрт çутти, кĕмĕл çĕрĕ ал çутти. Актай. † Лашам хура — çул çутти, арăм сарă — çуна çутти. N. Карчăк çути ăстĕлте? Масар çине кайса ӳкнĕ. Шумат. † Севтел масмак пуç çути, пурçăн сурпан мый çути. || Цвет (не прав.?) В. Олг. Теминче çолтан каран çорконе хай омлаççин çути нумай çорăлнă. || Светлый; светло. Орау. Çутă çĕртен кĕтĕм те, куç пĕртте курмасть; çуркунне-кĕркунне, каçхине пӳртрен, çутă çĕртен, тула тухсан, хăнăхиччен, куç пĕртте курмасть. Ал. цв. 6. Тăнăçемĕн ун таврашĕнче çутăран çутă пулса пырать. N. Лашисене çитерсе тăнă чух, çав начар салтак темскер çутăскер курах карĕ, тет. N. Кăнтăрла çутă пулат, çĕрле тĕттĕм. Ачач З5. Çутă тимĕр-кăвак лашисем. || Яркий. Собр. Çутă кун юмах ярсан, çутă кашкăр çиет, тет. || Блестящий. Пазух. Кĕçĕр хĕрсем ма çутă? Çын тенкине çакнăран. Кĕвĕсем. Леш кас хĕрĕ çап-çутă, пирĕн кас хĕрне çитеймес (о красоте). || Веселый. Турх. Аннен сăлхавĕ пĕтетчĕ, ăна çутă сан кĕретчĕ (когда я выздоравливал). || Розовый. Эльбарус. Çутă кĕпе, розовая рубашка.

çухри

близкий. В. Олг., Икково. N. Хамăр çухри ачасем, ребята с нашей стороны.

çухăр

çохăр (с’уhы̆р, с’оhы̆р), визжать, кричать благим матом. Шашкар. Çухăр, шуметь (кричать, петь, читать всем вместе: мĕн çохăраттăр?). КС. Тытсассăн, çухăраççĕ (хора-курак, чана). Сред. Юм. Мăйран пăва пуçласан, хăвах çôхăрса ярăн-ха, т. е. когда понадобится, сам же попросишь. Шел. II. Пĕтĕм вăйран çухăрса макăра пуçларĕ. Кан. Çухра-çухра йĕрет. Чув. пр. о пог. 229. Шаланкă çухăрсан, если коршун кричит. Шорк. Чĕпписем амĕш çохăрнине илтсен, чопса тохнă та, питĕ хорланса макăрса йолнă. Тогаево. Кайнă чох çохрать, килнĕ чох хăсать. (Шыв кӳни). Эльбарус. Пишон вара çохра-çохра нăйăклатса кĕрсе илсе паратьчĕ. Ib. Кайран вара хамăр патăртан орам тăрăшпе питĕ хытă çохăрса уялла карĕ, тет. Çĕнтерчĕ 14. Мĕн çухăратăн? || Верещать. Синьял. Сысна çохăрсан, сивĕ пулать, теççĕ. Изамб. Т. Сысна çури çухăрат (визжит); ача çухăрат (в перен. смысле — плачет очень). Ст. Чек. Çухăраççĕ сыснасем, ачасем (вылянă чух, макăрнă чух). N. Сасратăках çак сысна çури хытă çухăрнине илтет. Кан. Сысна та картаналла çухăрса чупать. || Скрипеть. Çутт. 153. Тикĕт сĕрмесен, урапа çухăракан пулать.

çӳре

(сӳрэ), ходить, ездить, двигаться. Н. Сунар. Кинĕ ларать, хунямăшĕ çӳрет. (Алăкпа алăк янаххи). Кн. для чт. 6. Урисем унăн çӳремен, куçĕсем курман, хăлхисем илтмен, шăлĕсем пулман. Регули 767. Эсĕр сарлакарах тăвăр, орапапа çӳремелле полтăр. Ib. 609. Эп çӳремелли тояна çохатрăм. Ib. 161. Çавăнта çӳренипе (çӳренипеле) ăвăнтăм. Вомбу-к. Çӳрекен çӳрме тупнă, тет. (Послов.). Сред. Юм. Çӳрен каска якалнă, выртан каска мăкланнă. (Послов.). Ib. Çавăнпа çӳренĕçĕм иксĕмĕр таппа хирĕç полтăмăр. Мы с ним ходили, ходили — встретились... Ib. Çӳренипе пуяс полсан, такçанах пуймалла та эпир, ни пуйни çок, ни чысти çôка ерниех çок. Если судить по нашим трудам, занятиям, хождениям на заработки, давно бы мы разбогатели... ТММ. Хĕр шырама çӳрекен çыннăн картишĕнчи пус валашкине ӳпĕнтерсе хурсан, хĕр час тупаймаст, тет. К.-Кушки. Пасара çӳретне эс? Ходишь-ли ты на базар? N. Çӳрекене шăмă тупăнат. Кан. Çӳресен-çӳресен „Хозсельсклад“ тенĕ лапкана пырса кĕтĕм. N. Хула тăрăх хутпа çӳретĕп. Разношу по городу бумажки. Орау. Асăрханарах çӳрĕр, ачамсем! Будьте осторожнее. АПП. † Ылттăн турпас çуттипе Аçтăрхана çӳрерĕм. Альш. Уттари, чуптари (уттарар-и, чуптарар-и?) çӳремешкĕн пирĕн кӳлнĕ утсем начар мар. Регули 41. Манăн утсам килте пор çӳремеллисем. Ib. 40. Кусам çӳремелли утсам; ку утсам çӳремеллисем. || ТХКА 85. Пысăк кĕтĕве йышсăр кĕтме хĕн. Çавăнпа хампа пĕрле кĕтĕве çӳреме икĕ тутар ачи, икĕ чăваш ачи тытнăччĕ эпĕ. || Приходить (куда). Орау. Эп ăна 8 сахатра килме (çӳреме) хушнăччĕ. N. Мĕн тума çӳретĕн! Ск. и пред. чув. 6. Çĕрле çӳрес хăнам çук, утах хăвăн çулупа! || Плавать. Чураль-к. Сакайĕнче çар иртĕ. (Хĕлле пулă çӳрени). || Вести (общественную работу). Ала 89. Халăх çинче çӳрекен çын. || Ходить (о болезни). Çутт. 85. Чир çӳренĕ вăхăтра чĕрĕ шыв ан ĕçĕр. || Ходить (в картах). Изамб. Т. Санăн çӳремелле. || Обходить дома (с визитом). Альш. Тепĕр кунĕ кунĕпе хăнасем каяççĕ „çӳреме“. N. Пĕтĕм яла çӳресе пĕтерсен. || Гулять, прогуливаться. К.-Кушки. Эпĕ паян аслă улăха çӳреме кайрăм. || Гулять (кутить). Чăв. й. пур. ЗЗ. Тата пĕр вăхăтра салтака каймалла ачасем ялта çӳренĕ чух, çав Прухха пĕр ачанăн пилĕк тенкĕ укçине ĕçсе пĕтернĕ. || Ходить с намерением, хотеть, желать, стараться, норовить. Т. VII. Ĕлĕк пĕр арăм тата упăшкине вĕлересшĕн çӳрет, тет. Рак. Кăчунехи ывăл-хĕр хăй пуç пулма çӳре-çке (= çӳрет-çке). Юрк. Эсĕ кĕнеке кăларнине илтсенех, эпĕ темĕн тĕрлĕ савăнсаттăм, пĕр вăхăтра темĕн пек туянма çӳресе те ниепле те туянаймарăм. Трхбл. † Ĕнтĕ ир те пĕччен, каç та пĕччен, чунăм пĕччен выртма çӳремест. (Солд. п.), С. Тим. Туттăр парса вырнаçсан, хăй те пыма çӳрет-çке (девушка. Пыма çӳрет — хочет итти, илме çӳрет — хочет взять или купить). N. Çакăскер мана вĕтес тесе çӳрет-ха та, темĕн, пултарайĕ-ши! Яргуньк. Мăн хурчка пулса хур акăшĕнчен çӳлерех вĕçсе хăпарчĕ, тет; хăпарсан, çав хур акăшне тапасшăн çӳрет, тет. Хурамал. Çав çынсене шуйттан пит вăрçтарасшăн çӳрет, тет. В. С. Разум. КЧП. Вăл çынна усал тăвасшăн анчаж çӳрет. Кĕвĕсем. Аппа ука тĕртет-çке, çутă пулма çӳрет-çке. С. Тим. † Кӳршĕ хĕрĕ кӳрнеклĕ (полная и с красивыми формами тела), туттăр пама çӳрет-çке. || Находиться, пребывать (о предмете, переходящем с места на место). Н. Седяк. † Кĕмĕл çĕрĕ, мерчен куç, арçын аллинче çӳрет. О сохр. здор. Кайран пĕри сивĕрен пăсăлса чирлесе каять, тепĕри сывах çӳрет. Чеб. † Анне ывăлĕ пуличчен, хĕреслĕ тенкĕ пулас та, анне умĕнче (на груди) çӳрес-мĕн. ЙФН. † Атти ывăлĕ пулаччен, кĕмĕл çĕрĕ пулас-мĕн, ырă хĕр аллинче çӳрес-мĕн. Перев. Çак асаннен лăпкă каласа панă сăмахсем яланах ман асра çӳретчĕç. N. Рента (аренда) укси пит пысăк пулсан, çĕр-хакĕ те çӳлте çӳрет. N. † Порçăн тотăр полăттăм, хĕр поçĕнче çӳрĕттĕм; йолимарăм, çӳримарăм. Кан. Куç хĕррисем нихăçан та типĕ çӳремеççĕ. Ib. Хăш çынăн куçĕсем хĕп-хĕрлех çӳреççĕ. Ядр. † Ати çури пуличчен, ылтăм шăрçа пулас-мĕн, ыр çын хĕр мыйĕнче çӳрес-мĕн. N. Ывăлăмăра мĕншĕн ятăн эсĕ? Вăл хамăр куç умĕнче çӳренĕ чух мĕн пур шанчăкăм çавăччĕ. N. Темĕскер кăшăлĕ вăл, тахçанах кунта çӳрет (валяется, находится здесь). || Находиться в каком-либо положении. N. Мĕскĕн телейсĕр чун йытă тырĕнче çӳрет. N. Пит-куç савăнăçлă çурет. || Бывать. К.-Кушки. Иван патне çӳретне эс? Бываешь-ли ты у Ивана? Ст. Чек. Нумай ахутара çӳренĕ те, кун пек япалана курманччĕ. || Жить. Юрк. Хам пĕр майлă çӳретĕп халĕ. Живу потихоньку. Изамб. Т. Пит çӳрейместпĕр. Ман çак ачана темĕскер пулнă. Не очень-то хорошо живем. Не знаю, что случилось у меня с этим ребенком. Н. Карм. † Шухăшламан чухне, тăван, çӳретĕп, шухăшласан чĕлхем çыхланать. Ib. † Çӳренĕ чух эпир çӳрерĕмĕр, сăртран сăрта юртакан пăлан пек. || Употребляться. Юрк. Пашалу вăл кирек хăçан та çиме çăкăр вырăнне çӳрет. || Заниматься (чем). N. Сутупа çӳресе. || Лезть. N. Ан çухăр! Тухса кай кунтан! Эсĕ — нимĕн пĕлмен çĕр хурчĕ; çапах манпа калаçма çӳрен тата. || Одеваться, наряжаться. N. Çӳрессе те таса çӳреççĕ, вырăсла та пĕлеççĕ. || Хлопотать. Ск. и пред. чув. 43. Прошени те çырнă, хатĕр ĕнтĕ, çӳремелли çынсене те суйланă. N. Шкула хăвăр çӳресе уçăр. N. Вутта илме ĕç пĕлекене суйлас пулать, çӳрес пулать, атто ак нумайăшĕ хутмалли çуккипе аптраççĕ, тет. || Иметь общение, связываться. Изамб. Т. Ӳлмĕрен ул Микуç (Николай) ачисемпе ан çӳре. Вĕсем ахалех хăна хĕнеттерсе пĕтерĕç. Халапсем. Вăрапа вăрă çӳрет, лайăх çынпа лайăх çын çӳрет. || Иногда не переводится. Баран. 131. Çакăн пек (такие) чулсем пит хакла çӳреççĕ. || Употребл. в качестве вспомог. гл. ЧС. Эпир ун чухне пурте хуйхăрса çӳреттĕмĕр. N. Илсе çӳре возить (напр. людей, турттар в этом см. не употр.). Çав çулне, тухтăрсене исе çӳренĕ чухне, эпĕ нумай укçа тупрăм. ЧС. Çынсем, ĕçсе ӳсĕрлсен, таçта выртса ан çӳреччĕр, тесе пăхмашкăн, касак пекки суйласа хураççĕ. (Сĕрен). Юрк. Çавăн пек епле эрехсемпе шалта сут тунине пăхса çӳрекен улпучĕ авалхи пĕр хупаха сасартăк пырса кĕрет те, астăва пуçлат. Ib. Кĕсем патне кайса-туса çӳреместĕп. N. Унтан темскер шăрши кĕрсе çӳрет. N. Хăна ху нуша шыраса çӳретĕн. N. Сĕрем иртернĕ чухне пĕтĕм çынна çăмарта, чăкăт валеçсе çӳреççĕ. Ала 69. † Пиртен Шурă Атăлсем, ай, инçех мар, куллен каçса çӳрес çĕртех мар. Сред. Юм. Ташланă чôхне йохайса çӳрет (очень хорошо пляшет). Трень-к. Манăн виçĕ кон хошши (около З дней) поç (шăл, мăй, пилĕк) ыратса çӳрет (болела). Однако скажут: манăн виçĕ кон хошши çăпан ыратса тăчĕ. ТХКА 129. Тияккăнĕ-мытарник пасар-пасар сайранах кĕсре лаша улштарса улшуç пулса, çӳресскер. Вино-яд. Санăн сăмсу та хĕрелсе çӳремесчĕ. N. Лашасене илме Т. кайса çӳрет. За дошадьми (чтобы их накупать) ездить в Т. ЧС. Манăн ура нумайчченех шыçса çӳремерĕ (не долго пухла), часах тӳрленчĕ. Скотолеч. ЗЗ. Улттăмĕш кунне хăмписем тулса çитеççĕ те, тата З—4 кун хушши тӳрленсе çӳреççĕ. N. Çалтак кайсан, çӳрени анчах полчĕ. Кан. Хырăм вăхăчĕ-вăхăчĕпе çех мар, яланах ыратса çӳреме пуçлать. В. С. Разум. КЧП. Эпир пĕр хуларан тепĕр хулана куçа-куçа çӳрерĕмĕр. Ib. Çынсем пасарта япаласене пăха-пăха çӳреççĕ. N. Халь эсĕр пирĕн пата кайса çӳретри? Хамăр маткасам сирĕн пата пырса çӳреççи? См. Оп. иссл. чув. синт. II, 49.

çăварни

(сы̆варн’и, сы̆варνиы), масляница. М. Ăнтсвăш. Охотников. Çăварни. Масляница у нас продолжалась две недели: первая из них называется „аслă çăварни“ — большая масляница, а вторая „кĕçĕн çăварни“ — малая масляница. Но „аслă çăварни“ служит как бы приготовлением к „кĕçĕн çăварни“, а главное празднество происходит во время малой масляницы. N. Ипир конта çăварни лайăх иртертĕмĕр. Тим. † Хамăр начар пулсан та, тусăмăрсем çӳретрĕç çăварни (в гости). N. Эпĕ çăварни чох корма кайсан, манран уйрăлма та пĕлмесчĕ. N. Эпир çăварния питĕ лайăх иртертĕмĕр, тульккĕ кăçал катаччи питĕ хытах чупмарĕç. Регули 1215. Çăварниран вара сумар выртать. Ib. 1214. Çăварния кĕрсен çăмăр полчĕ. Сред. Юм. Çăварни эрнинче йонкон йор çусан, мăйăр пит полать, тет. (Нар. поверье). Изамб. Т. Çав халлĕн асапланса, çăварни тунтикунĕ вилчĕ. Юрк. Çăварни хушши уяр пулсан, утă çийĕ уяр пулат, теççĕ. (Поверье). Собр. Çăварни эрни кĕнĕ кун. || Катанье на лошади на маслянице. N. Чупрăç-и кăçал çăварни?

çăмăр чӳк

назв. моления. Хир-б. ЧС. Пирĕн ялсем кашни çулах, çăва кĕрсен, канлĕ (scr. кăлнă) вăхăтра çăмăр чӳк тăваççĕ. Н. Седяк. Çăмăр чӳкне çăмăр пулмасан тăваççĕ. Ялтан çу, сĕт, кĕрпе, çăкăр пуçтарса çӳреççĕ. Ял вĕçне тухса пĕçерсе чӳклеççĕ хуранĕпе лартса, унтан вара валеçеççĕ пăттине. Çисе пĕтерсен, пурте кĕпи-йĕмĕсемпех шыва кĕреççĕ. Кĕменнисене шыва тытса пăрахаççĕ. Таврăннă чух урамри çынсене те шывпа: „çăмăр чӳк шывĕ“, тесе сапаççĕ. Пăттине пĕçерсе кĕл-туса пĕтерсен, кăвакарчăн вĕçтерсе яраççĕ, Кăвакарчăн хĕвел-тухăç енеле кайсан: тырă пулать, теççĕ. „Çак чӳке ака пĕтсен тăваççĕ. Срв. описание „çерçи чӳкĕ“. Етрух. Çăмăр пулман чухне çерçи чӳкĕ тунни. Çăмăр пулман çул, чăвашсем çерçи чӳкĕ тăваççĕ. Ялта пĕр виç ватă çын пулсан, усем ялти мĕн пур çамрăк ачасене пурне те пĕр çĕре пухăнма хушаççĕ, вăл ачасене пĕр ачана хушаç килрен кăçкăрса çӳреме. Вара вăл ача кăçкăрса çӳрет кантăкран; вот епле кăçкăрать: çăмăр çуман пирки ваттисем, уçăп пиччепе Ермулла пичче, ачасене пухăнма хушрĕç; усем: çерçи чӳк тутарас ачасене, теççĕ. Вара çапла кăçкăрсан çӳлленех ялта пĕр ача та юлмасть пухуна кайманни. Унта вара пухура ваттисем калаççĕ: ачасем, епле, каплах пулсан, пĕр çăмăрсăр пирĕн тырă-пулă пулмасть, çерçи чӳк тăвас пулать, ан ӳркенĕр-ха, çине тăрăр, ĕлĕк çерçи чӳк тусан çăмăр пулаканччĕ, тырă-пулă та аван пулатьчĕ, ачасем, епле пулсан та, ан ӳркенĕр!“ Вара ачасем кăçкăраççĕ: ваттисем хушнине мĕнма ӳркенес-ха, теççĕ, вăл çăмăр пулсассăн хамăра усă пулать, эпир вара хамăр та выçă вилместĕпĕр. Ну вара ваттисем калаççĕ: эппин, ӳркенмесен, акă çапла пуçтарăр: пĕр çиччĕн-саккăрăн çерçи чĕппи пуçтарма кайăр, килĕрен пуçтарăр, камăн лупас çумĕнче, çта кĕлет çунаттисенче пулать, усен сассисем паллă: чăрăк! чăрăк! туни. Акă усене пуçтарса пурте çырма хĕрне анăр, унта усене тасатса пăтă пĕçерес пулать, тет; ыттисене çăнăх, кĕрпе, çăв, тăвар килĕрен пуçтарма яраççĕ. Çав япаласене пурне те пуçтарса пырсан, вара калех пĕр чухăн çын латĕнче пашалу пĕçереççĕ, çине çу сĕреççĕ. Пăттине çырма хĕринче пĕçереççĕ; пĕçерсе çитерсен, пур хатĕр те çитсен, вара шыв хĕрне анса çав ватă çынсемех чӳклеççĕ. Малтанхи сăмах: вутăш, çырлах, вутăш, çырлах! теççĕ, картусне е шĕлепкине хул айне хĕстерет, ачасене пурне те шывалла пăхса пуççаптарать, вара унтан çиме пуçлаççĕ çерçи чĕппи пăттине; унта çерçи чĕппи те, алă та çитмен сакара(?) йĕри-тавра лараççĕ те, хуранĕ çинченех çиеççĕ. Çисе пĕтерсен кайран, çав ватă çынни калать: çырлах, вутăш, çырлах, вутăш! тет, унтан ачисем те çавăн пекех: вутăш, çырлах, вутăш, çырлах! тесе кăçкăраççĕ, вара çав ватти калать: ĕнтĕ, ачасем, шывпа выляр шыв варĕнче, вара çумăр лайăх пулать, тет. Унтан ват çын килне тавăрнать. Ачасем витресемпе шыв ăсса пĕр-пĕрне хăваласа çӳресе пуç тăрăх шыв яраççĕ. Ачисем килне тавăрăннă чухне аран утса тавăрнаççĕ, хăйсем лачкам, кĕписенчен шыв юхса тăрать, хăйсем çапах пĕр-пĕрне шывпа сапассине пăрахмаççĕ. Юлашкинчен ял хушшинчи тултарнă урам каткисенчен ăса-ăса сапаççĕ. Урам каткисенче кăçан та кăçан шыв пĕтет, вара тин чарăнаççĕ, унтан вара килĕсене кĕрсе типĕ кĕпе-йĕм тин тăхăнаççĕ.

çĕмĕрĕл

разбиться. N. Эпĕ пӳртрен тухса кайнă чухне сĕтел çине чӳлмек лартса хăвартăм, килсе кĕнĕ чухне чӳлмек çĕмĕрĕлсе выртат. ТММ. Чул çине ӳкет — çĕмĕрĕлмест, шыв çине ӳкет — çĕмĕрĕлет. (Хут). Альш. † Приюм алăк — кленче алăк, хытă ан тап — çĕмĕрĕлет. Çĕмĕрĕлмекай, çунса кайтăр, ман çамрăкпуç çухалат! N. Приюм алăк — кĕленче алăк, уçса хупсан çĕмĕрĕлет, çĕмĕрĕлмекей (так встречается дважды), çунса кайтăр, ман çамрăк пуç çухалчĕ. || Ломаться. Орау. Тепĕр, мăнтăртарах çын ларсан кĕç çĕмĕрлсе анас пек çуна пурччĕ (или: çĕмĕрĕлмелле çуна пурччĕ). Ib. Çуни кĕç-вĕç çĕмĕрлес пек пырать. Сани того и гляди развалятся. || О ломоте. Т. IV. Шăм-шак çĕмĕрĕлсен, йĕпе пуласса, теççĕ. Так и у КС. Чума. Пуринчен ытла пилĕк таврашĕ çĕмĕрлес пек ыратать (страшно ломит поясницу). || Изувечиться. N. Вилекен сахал полчĕ, çĕмĕрлекен номай полчĕ. || Шуметь, галдеть и т. п. ППТ. Малтан халĕ, пĕр пилĕк-ултă киле çитеччен, тата пуçа каяччен (пока не опьянеет), пит çĕмĕрĕлмеççĕ. Тип-Сир. Тапраттĕр, тет, çĕмĕрлме хăйĕн пӳлĕмĕнче: юрлат, ташлат, тет. Альш. Ташлаççĕ, çĕмĕрлеççĕ. Мокры. Вăйсам (какие-то зимние игры) пуçлаççĕ те, çĕр хута килрен киле ташласа çĕмĕрлсе çӳреççĕ. ППТ. Йытăсем çĕмĕрĕлсе (ожесточенно) вĕреççĕ. Хурамал. Унта камăн ют ялта хурăнташ пур, çавсене пур килĕрен хăна чĕнеççĕ те, ялĕпе çĕмĕрĕлсе юрласа ĕçкĕ тăваççĕ. ЧС. Ял хушши вара çĕмĕрĕлсе анчах тăрат (от шума и гама). Ала 80°. Çĕмĕрлсе, савăнса анчах лараççĕ, тет (на пиру). Шурăм-п. Ун хыççăн турхантие кĕл-тунине курма кайнă ачасем çĕмĕрĕлсе (шумно) тухрĕç. Ск. и пред. чув. 66. Путăксемпе, варсемпе çĕмĕрĕлсе шыв кĕрлет (бурлит). Полтава 97. Соборсенче, пур çĕрте „анафема“ çĕмĕрлет („гремит“). Бюрг. † Пĕчĕкçĕ çырма пуçĕнче упаленет упанăн çурисем; пĕрин пĕр чӳлмек сăри пулсан, çĕмĕрĕлет тăванăн тăванĕсем. N. Ял хушшинче питĕ çĕмĕрлеççĕ. N. Кунта тĕнче çĕмĕрлет. || Биться. Абаш. † Ик кăвак ут витере, çĕмĕрлеççĕ тохасшăн. Баран. 79. Çĕмĕрĕлсе, шавласа чул çырана пырса çапăнать (волна). || Кочевряжиться („скандалить“). Кан. Пĕртте тӳлесшĕн марччĕ вĕсем кăна, тем пек çĕмĕрĕлчĕç. Беседа. Килне тавăрăнсан çĕмĕрĕлме, вăрçма, шуйăхма тытăнать. || Ругаться, разговаривать громко. Ашшĕ-амăшпе. Кĕркури çĕмĕрĕле пуçланă çапла калаçса. Никама та сăмах чĕнме те паман. Сред. Юм. Çĕмĕрлеç анчах. Ругаются, разговаривают громко. Ib. Çĕмĕрлет паян кунĕпе хăй, çынна сăмахлама та памас. N. Хамăр ялти Петăр мĕн çĕмĕрĕлсе выртатĕ? N. Хĕрсемпе лайăх çĕмĕрлетне? || О сильном росте. Юрк. Хура вăрман хыçĕнче çĕмĕрт пиçет çĕмĕрĕлсе (= вăйлă). АПП. † Çĕмĕрт-йывăççи çĕмрелет, пирĕн çĕмрĕлесси çитрĕ пуль.|| Грохотать (стрелять). N. Артиллери çĕмĕрлет пирĕн урлă. || В перен. знач. Шибач. Халĕ вăл пит хытă çĕмĕрĕлсе (разбит жизнью). N. Хуйхăпа çĕмĕрлнĕскер.

çĕмĕрен

(с’ӧ̆мӧ̆рэн’, с’э̆мэ̆рэн’), род стрелы, пускаемой с нитки, без помощи лука. Орау. Çĕмĕрен патакки, çĕмĕрен кĕрĕ, çĕмĕрен карчĕ, çĕмĕрен кучĕ. || Стрела, пускаемая из лука. Моркар. Çĕмĕрен-ухă или укă. Кубня. Çĕмĕрен, стрела (иначе: ухă йĕппи). ЧС.. Çапах вара ӳкмерĕм (с лошади), хамăр хапха умне лаша çĕмĕрен пек пырса чарăнчĕ. См. çĕмрен.

çĕр

(с’э̆р, с’ӧ̆р), земля. Юрк. Тетене салтака хырсассăн (когда забрили в солдаты), эпĕ çĕрпе таппа-тан юлтăм, нимĕн тума та пĕлместĕп. Актай. Каçар пĕвĕм, чĕрĕ çĕр аннем (мать земли), пирĕн чуна кайма инçе, çĕклеме йывăр. Юрк. Çĕр витĕр тухнă этемсем, выльăх(сем?). Сред. Юм. Пĕрмай çăмăр çăвах тăрсан, çĕр хăпарать (почва разрыхляется), теççĕ. N. Çĕр сăхать. N. Çак çĕр çинче хам ятлă ята ямастăп (не дам себя в обиду. Шишкин. † Орай шăлма тăнă та, çĕртен сӳле(л)ле ӳкрĕ те вилчĕ (жена моя. Шутка). Ала 14. Унăн тураттисем çĕртенех (до земли) пулнă тет. Ib. 62. † Пирĕн тăванăн çурт хулăм, çĕрне тая лара-çке. (Свад. п.). N. Çĕр айĕнчен тухакан вырăнта (хуралра) тăратпăр (в туннеле). N. Унта каяччен, çĕр айне кайсан луччĕ пулĕччĕ ман шукăшпа. Орау. Çавăншăн халăх ылханса: Макар ывăлĕсем çĕрех пулччăр! тесе, ылханнă, тет. Сунт. Пăрахсах кайрăм-ши сана, мĕн пĕчĕкрен сан çинче суха-пуçпе чакаланса ӳснĕ хура çĕрĕм? Орау. Çынни сăмахĕпе çĕр айнех антарса ярать (т. е. от его слов готов провалиться сквозь землю). ЧП. Çĕрĕсем çурăлчĕç, йăп тухрĕ. Истор. Вилнĕ çынсене пуçтарса, кĕл-туса çĕре чикнĕ. О сохр. здор. Çĕре чавса тунă пӳрт (землянка; далее о том же: „çĕре авăтса тунă пӳрт“). N. Ун (урхамахăн) пуçĕ пĕлĕте тивмест, ури çĕре тивмест. К.-Кушки. Йывăç мĕлки çĕр çине (на землю) ӳкнĕ. Ib. Сысна çĕр çинче выртат. Ib. Çĕр çине лар (на землю). Ib. Çĕре лар (на пол). Расск. 1З. Хуйхăра-хуйхăрах ачам патне çĕр айне кĕрсе выртăп ĕнтĕ! тесе, пĕрмай йĕнĕ вăл. Янтик. Çынна ылханнă чухне çапла калаççĕ: ешлĕ çĕре хураттăр, тикĕс çĕре тĕметтĕр (пусть образует холмик; пожелание смерти). КС. Амаль пулсан (если бы была возможность), çантах çĕре анса кайăттăм (провалился бы сквозь землю. Гов. сильно застыдившийся или опозоренный) Собр. Чи малтан, юр кайса пĕтсессĕн, çĕре е алăпа, е патакпа çапсан, турă çиленет, теççĕ. (Поверье). АПП. † Эпĕр макратпăр, кӳл тăватпăр, тăшманĕсем кĕпе çăваççĕ; кĕписем шурă кĕпе мĕн, çав кĕпепе çĕре кĕтĕр-и? Чăв. й. пур. 2З°. Çынна кӳрентерни çĕре ӳкмест. (Изречение). N. Ашшĕ-амăшне, ырă тăванĕсене хисеплеменшĕн çĕр çăттăр! (Гов. мать о дурном сыне и его жене). Янтик. † Çĕр çĕклейми пӳртсен çивиттине симĕс-кăвак-палан виттертĕм. Ib. Çĕр çôмĕнчен шуса çӳрет. (Пĕчик лôтра çынна калаççĕ). Тогач. Карчăка çавăнтах çĕр çăтса антарса ячĕ (проглотила земля), тит. Йӳç. такăнт. 40. Ах, турă, Кĕркури, çĕр çăттăрах çана! Орау. Çĕр çăтнă, турран кĕлешшĕ (брань). N. И, çĕр çăтасскер! Магн. М. 190. Çичĕ çĕр ними. Ib. Çĕр çăтни. Хурамал. Çĕр çăтманă пуçна! (Брань; заметьте конечное „ă“). Изамб. Т. Çĕр çăтманă (брань). N. Приккашчĕкĕ мишер, питĕ йĕрĕскер хăй, çынсем сисеймен вăхăтсенче, сехетĕн стрелкине кăшт анчах тĕртет, çур сехет сут тăвассине „çĕр çăтат“ те.. Н. Карм. Çĕр кулли пулман, или: çĕр кулли пултăр! (Ругань). Ib. Çĕр çăттăр! || Земля как вещество, почва. N. Çĕр каллех типсе карĕ. N. Çĕре каллех типĕтсе ячĕ (стало совсем сухо). N. Çĕр айне пусар? Ачач 8З. Пуçĕпе шăмарса анчах тăрать ав, урипе çĕр чавса сирпĕтет. Ib. Тôрра асăнса çĕр çыртре (божился). N. Ĕненместĕп, çĕр çыртам! (Также: чирĕк хĕресне пăхап!). СТИК. Çапăп та, çĕр çырттарăп! (Говорит, угрожая сильным ударом). Çапăп та, çĕр çыртăн! (То же самое). Календ. 1906. Тинĕс шывĕ пĕрмай çĕре çиет (размывает). N. Ман ура айĕнчи çĕр кăтăлса кайрĕ те (обрушилась), эпĕ шыва кая патăм (упал). || Земля как планета, tellus. СТИК. Çĕр тăватă кĕтеслĕ, таçта инçе кайсан, вăл çыран пек анса каят, тет. Çĕрĕн хĕррине халиччен никам та çитсе курман, тет; унта сĕм-тĕттĕм, хăрушă çыран таçта çити çĕрĕн тĕпне анса каят, тет. Çĕре темиçе пуçлă çĕлен тĕревлесе тытса тăрат, тет. Сред. Юм. Çĕр вăкăр çинче тăрат (теççĕ. Поверье). Т. VI, З. Çĕре ӳксе пăсăлнă йĕркене кĕл-тулалли. Н. Изамб. † Ĕнтĕ çĕр çаврăнат, çĕр çаврăнать, ман пуçăмри çаврака çĕлĕк пек. (Песня нов. происх.?). Сред. Юм. Ах тôр, ôн чĕлхине тӳсесси! Пĕр вăрçма пуçласан, çĕр çинче каламанни хăвармас пôль. N. Çĕр çинче каламан юмах хăвармарĕ (всячески изругала). || Суша. N. Валала çĕр çинелле утнă (пошла на берег, на сушу, будучи изрыгнута рыбою). Б. Яныши. Вăл (лисица) çинче шăтак тупрĕ, тет те, пулăсене пĕрерĕн-пĕрерĕн çĕрелле пăрахма тапратрĕ, тет. || Участок земли, владение. Т. VI. Ют çĕртен çĕр илсен, телей каять те, тырă пулмас, теççĕ. Бгтр. Пĕр татăк çĕр. N. Орина çĕр валеççĕр. Ытла усал çĕрех кĕмен. N. Саншĕн çĕр панче хам исе çӳрерĕм (при дележе?). Истор. Вăл та, ашшĕ пекех, хăй çĕрне ӳстересшĕн тăрăшнă. Ск. и пред. чув. 50. Кам вăрман çĕрне парать таптама ахалех сире, çĕрĕк çăпата? N. Аçу пурана çĕр валеçмесăр сутасшăн мар: çĕр ахалех каят, тет. Изамб. Т. Анчах усен вырăнне тутарсем çĕрне анчах хăварнă (нимĕн те хăварман). Кан. Хресченсен çĕр те питĕ сахал пулнă, çавăнпа начар пурăнăçпа пурăннă. ТХКА 67. Пилĕк ялăн çĕр пĕрле пулнă пирĕн ĕлĕк. Альш. Çĕлен Ивана калат: çап мана малтан, тет. Иван калат: ху çĕрĕнте малтан ху çап, тет. || Местность. Бгтр. † Шупашкар çĕрне каяс тесе, крымски çĕлĕк илсе тăхăнтăм. Çĕрпӳ çĕрне каяс тесе, сарă кĕрĕк çĕлетсе тăхăнтăм. Юрк. † Патшанăн аслă кӳлĕ (озеро) тăвăр пулĕ, пире çырнă çĕрсем тăвăр пулмĕ. || Место. Пухтел. Кунта ĕнтĕ савăт-сапа çума та, шывсем тыткалама та çĕр çук. Чаду-к. Кусем: майри пĕр çĕреле, кайрĕ, тет, а ывăлĕсем тепĕр çĕреле саланса пĕтрĕç, тет. N. Унта сана ик çĕрелле ĕçлеме май пулать-и, çук-и? N. † Ай-уй, савнă тусăм, хура куçăм, пĕр çĕре пуласси инçе мар. Яргуньк. Икĕш (оба) ик çĕрелле вăрман çĕмĕрсе анчах тарчĕç, тет. Эпир çур. çĕршыв 2З. Анчах халĕ, улахсене пит нумай çĕрте çĕтсе, анасем тунă. N. Эпĕр (я с ним) пĕр çĕртерехрех (почти в одном месте) пурăнатпăр, хошши 25 чалăш анчах. N. Пирĕн ĕнтĕ çитмен çĕрĕмĕр юлмарĕ (мы везде побывали). Çутт. 153. Тикĕчĕ, хăвах пĕлен, урапа сĕрнĕ çĕре каять (уходит на подмазывание телеги). Никит. † Сырăнас çĕре сырăнимарăм (не пришлось повязать сорбан), кайнă çĕре кайимарăм. Сунар. Вăл хăйĕн вутти патне (к дровам) çитнĕ çĕре сĕм-тĕттĕм пулнă. Когда он подьехал к своим дровам, то уже было совсем темно. Кан. Виçĕ ялăн повесткисене пĕр çĕре манса хăварнă. N. Эпир килекен çĕрте. N. Пурин валли те яшка пĕр çĕре пĕçереççĕ. N. Вăл вĕсене нумайччен вăрман тăрăх çавăрса çӳренĕ, вара кайран ĕмĕрне çын пырса кĕмен çĕре илсе пынă. Орау. Кĕпе чӳхеме кайнă çĕртен таçта çухалнă, тет. Пошла полоскать белье и куда-то пропала. N. Киле тавăрăннă чухне вĕсем хирпе тӳрем çĕртен (по ровному месту) иртсе пынă. Альш. † Тапнă çĕртен (где топнете) тар тухтăр, сикнĕ çĕртен сим тухтăр, вылянă çĕртен вăй тухтăр. (Хĕр йĕрри). Ib. Сурăх шăммисене епле те пулсан çын пыман çĕререх (где реже ходит народ) кайса тăкма тăрăш. (Ача ячĕ хуни). БАБ. Хай кунăн çак тукатмăша пытарнă çĕререхрен (близко к могиле) иртсе каймала, тет. Кан. Пур çĕртепе пĕрех шыв тăрать. Почти везде стоит вода. Урож. год. Нумай çĕре çитиччен, кунта лашине кӳртсе (= кӳртрĕмĕр); лаши кунĕ, хăй çӳрен. БАБ. Ку, тесе калат, тет, хăй: çиллентернĕ çĕр пурччĕ, эпĕ ăна хам вилмен пулсан та, туш (тоже) пĕтернĕ пулăттăм. Альш. † Уйрăм-уйрăм çуралса, пĕрле ӳссе, уйăрлмăттăм тенĕ çĕрсем пур. Кĕвĕсем. Хурăн-варта хура та чĕкеçсем пур. Ĕнтĕ çак тăвансемех, ай, килсессĕн, ĕмĕр манмăп тенĕ те çĕрсем пур. Ст. Ганьк. † Калас, калас сăмах пур, кăмăлу юлас çĕрсем пур (боюсь как-бы не обидеть?). Регули 186. Выртнă çĕрте волатăп. Ib. 188. Эп чĕннĕ çĕре килчĕ. Ib. 190. Вăл ĕçленĕ çĕртен килчĕ. Ib. 191. Соха тунă çĕртен (соха туса) килтĕм. Ib. 192. Кăнчала арланă çĕрле выртат. Ib. 195. Вăл пол тытнă çĕртен килчĕ. Ib. 252. Эп эс пĕлмен çĕре кайрăм. Я пошел в незнакомое для тебя место. Ib. 253. Пĕлмен çĕрте илтĕм. Я купил в неизвестном для меня месте. Ib. 294. Вăл пире пол çок çĕре (вырăна) исе кайрĕ. Ib. Ку томтир ĕçленĕ çĕрте лайăх. Ib. 57. Пол тытмалли çĕрте (там, где ловят рыбу) кимĕ тăрать. Ал. цв. 6. Çапла чипер аван пынă çĕртенех, сасартăк вăл хăй умĕнче вут çути йăлтăртатнине курах каять. Ib. Пĕр çулхине чут-чут сысна вилсе каяс çĕртен çĕпре шыв ĕçтертĕмĕр те, чĕрĕлнĕччĕ. ЧС. Анне те хуйхăрнă çĕртен кулса ячĕ. И мама, хотя и была печальна, улыбнулась. N. Кам хăйне, хăй нимĕн те мар çĕртенех (не имея никакого основания), такам вырăнне хурать, вăл хăйне хăй улталать. ЧП. Пĕр юрламан çĕртен юрлатăп-çке. Я не пела, а теперь пою. Регули 274. Парас мар çĕртен патăм. Я не хотел давать, но дал. ЧС. Çав лашана эпĕ пит юрататтăм, мĕшĕн тесен вăл мана пур çĕртен те (во всех отношениях) аванччĕ. Чăв. й. пур. Вăсем çиленнĕ çынна та, хăй умĕнче пит аван, унпала йăпăлтатса калаçаççĕ. Нимĕнпе те çитес çук вăсен кăмăлне, хăй çук çĕрте вара (в его отсутствии) çавăн пек çынна çултен илсе çĕре чикеççĕ (всячески поносят) çĕре. N. Çитнĕ çĕрте пĕр, везде, куда нипопадешь. || В качестве послелогов. Регули 189. Вăл киле килнĕ çĕре апат пĕçерес. К его приходу (домой) надо сварить обед (пищу). Ib. 185. Çăвăрнă çĕрте поплет. Говорит во сне. Ib. 168. Вăл сăмах попленĕ çĕре вăл килчĕ. Ib. 668. Вăл хĕвĕл аннă çĕрелле кайрĕ. Он пошёл по направлению к западу Кан. Вĕсем сăмах панă çĕрте эпĕ те пултăм. Кан. Пилĕк тенки тумланнă çĕре каять (идет на одежду). Тăхăр тенки тăраннă çĕре каять (идет на питание). Якейк. Çăрккаç Мишка эпĕр апат çинă çĕре (когда мы обедали) пыч те, атисам куçĕнчех эп ĕнер олахра ачасампа вылляни (баловала, шалила) çинчен каласа пачĕ. Çантах çĕре анса кайăтăмч, анмала полсан. Юрк. Пĕре çапла, ку чей ĕçме ларсан, кăшт хай хуçи ун патне, чей ĕçме ларнă çĕре, пырса кĕрет. N. Каç пулса килнĕ çĕререх (к вечеру) пăртак чартăмăр (кровь). N. Килне таврăнсан, татах хываççĕ, унтан ĕçсе çиеççĕ. Вĕсем киле таврăннă çĕре (ко времени их возвращения) каç пулат. Вара çавăлтенех тепĕр çĕр пуçланса каят. N. Сӳресе пĕтернĕ çĕре каç пула пуçларĕ. К концу бороньбы стало вечереть. || Употребл. в чувашизмах. О сохр. здор. Вĕсем (пчела) мĕнле ĕçленине курсан, юратас мар çĕртен юратмалла вăсене (невольно полюбишь). Ачач 11. Икĕ çулхи хĕр ачине ыталаса, çывăрас килмен çĕртенех çывăрнă пек выртать. Бур. Пĕр юрламас çĕртен юрларăм çак тăвансем кăмăлĕшĕн. N. Урмак-маки ӳкем тенĕ çĕртен тепĕр йывăçран ярса тытрĕ, теть (чуть не упал, но..). Сунт. Ĕç çук çĕртенех ĕç туса çӳреççĕ. ГТТ. Лешĕ вилес çĕртен вырăс çемйине кĕнĕ. Изамб. Т. Ывăлĕ пилĕк-ултă çавăрăннă çĕре старик акса пĕтерчĕ. Б. Яныши. Унта çитсе, вурăн хатĕрлесе, апат çинĕ çĕре тĕттĕм пулчĕ. N. Çак уйăх пĕтнĕ çĕре (к концу этого месяца), вăл тавăрнмĕ-ши? N. Кĕлĕрен тухнă çĕре (к концу службы) аран-аран пырса çитрĕмĕр. Регули 122. Вăл килес çĕре еп килте полăп. К его приходу я буду дома. Бес. чув. 6. Киле таварăннă çĕре (к его возвращению) унăн ашшĕ вилсе кайнă. || Тема, theme. ГТТ. Çырмаллисем пайтах çĕрсем пур та. || Результат, конец. N. Тата эпир хамăр ĕçе çĕрне çитерейместĕпĕр. Четыре пути. Пуринчен ытла ĕçре вăя шеллес пулмасть, пурне те çĕрне çитерес пулать.

çĕр-çĕре

в разные места. Ала 80. Авлантарасси авлантарăпăр та, карчăк, а пирĕн çĕр-çĕре çӳрес мар (не будем ходить искать невест во многих местах), çĕр-çĕре çӳресси пире кансĕр, айта карчăк, хамăр пек çын тупар эпир, пирĕн вăтăр ывăл, тавай вăтăр хĕрлĕ çын шырар эпир.

çĕр-шыв

страна, местность. N. Вăл енчи çĕр-шыва пĕлетĕн-и? Юрк. Икĕ лаша тап юртат, каяссине каятпăр та, пуснă çĕр-шыв шел юлат. ЧП. Килмĕттĕм ку çĕр-шыва. N. Кам çĕре-шыва, çут-çанталăка тытса тăрать. N. † Утă çулнă кӳлĕсем, тырă вырнă анисем, эп йĕмен каç йĕрĕ (чит. эп йĕмесен, кам йĕрĕ), юлат ку çĕр-шывĕсем. (Хĕр йĕри). ЧС. Пирĕн ялсем çĕр-шыв типмесĕр (пока не обсохнет земля) кĕтӳ кăлармаççĕ. О сохр. здор. Эсир куна ăнланас та çук, çавăнпа эпĕ кунта ун çинчен каламăп та. Эпĕ сире хамăрăн çĕр-шыв кăтартса тăракан пурăнăç çинчен каласа парам. N. Вăл çĕр-шыва имлĕх-сиплĕх панă, ăнлă-пуçлă имлĕхĕнчен усă курса пурăнать. Сред. Юм. Ôнта çĕр-шыв пит аслă. Там в отношении земли привольно. ГТТ. Чăваш кирек мĕскерте те тĕнчене çĕр тĕлĕшĕпе пăхать: манăн çуралнă çĕр-шыва, вĕреннĕ-килĕшне çĕр-шыва хирĕç пымасть-и вăл (это), тет. Çĕр-шыв килĕшмен вырăн пулсан, унтан тухса та каять: килĕшмест! тет. В. С. Разум. КЧП. Çакăнти çĕр-шыв сана кăмăла килет-и, килмест-и? N. Халĕ эпĕ çухалнă выльăхла (как заблудившаяся скотина) ют çĕр-шывра çӳреп. Чураль-к. † Мамăк тӳшек сармашкăн, пĕчĕк пăлтăр кирлĕччĕ; пĕчĕк пăлтăр лартмашкăн, пĕчĕк çĕр-шыв кирлĕччĕ. N. Çĕр-шывран хăпса (вдали) пурăнатăн та, мĕн туса пынине кураймастăн, ĕлĕк курнисеие манатăн. N. † Эп йĕменне, кам йĕрĕ — юлат ӳснĕ çĕр-шывсем. N. Çĕрне-шывне кайнă (умер). Бел. Гора. † Хамăр çĕртен-шывран тухнă чухне, шăнкăртатса юхать сулхăн шыв. КАХ. (Вăлсем) çĕрсĕр-шывсăр, çуртсăр-йĕрсĕр çын мар, харпăр-хăйĕнне (т. е. каждый свои обязанности по отношению к киремети) кирек те епле туса пыччăр (пусть исполняют). Из моленья киреметьи „пит-тури“ во время „тайăн сăра“). || Назв. божества. (упоминается в молитве чӳклеме кĕлли).

çĕр варĕ

или çĕр варри, середина ночи, течение ночи. N. Çĕр варĕнче виççĕ вăрантăм. Трхбл. † Хамăр тăвансем аса килсессĕн, çĕр варринче виççĕ вăрантăм. Баран. 25. Сурăх картине кĕретĕп, тесе, кашкăр çĕр варринче йытă картине пырса кĕнĕ.

çĕр-хута

всю ночь напролет. Ст. Чек. Ман йывăç тавра çĕр-хута ман ята чĕнсе çӳрерĕ, тет. Янтик. † Хунямăшĕ вăрçтăр кун-хута, упăшки хĕнетĕр çĕр-хута. Ст. Шаймурз. † Нумай çĕр çĕр-хута эп çӳрерĕм, атте-анне ятне ямарăм. Сред. Юм. Кĕçĕр çĕр-хута тем кĕштĕртетсе çӳрет хăй çав, ыран кôн çôк тем ô. Орау. Çĕр-хута хамăр çинче сурăхсам çӳрерĕç. Целую ночь ходилн по нас овцы. КС. Çĕр-хутах, всю ночь, несмотря на ночь. N. Çӳлте çĕр-хута вут çути кăна. N. Çĕр-хута ăйхăсăр каçап. || Несмотря на ночное время. Шишкин. Ăçта каян, тăван, çĕр-хута, ман кăмăла татиса (= татайса).

тав-та-пуç

соотв. русск. спасибо. Юрк. Çисе тăрансан: тăрантарнăшăн тав-та-пуç, теççĕ. Н. Карм. Тав-та-пуç турра, ĕмĕтленнĕ ĕмĕте турă çитерчĕ, теççĕ. Юрк. Сана уншăн темĕн тĕрлĕ тав-та-пуç тийĕп. ТХКА 37. Тав-та-пуç ĕçнĕ-çинĕшĕн. Иртсе çӳренĕ чух Малай Яку ялне, хамăр пата кĕрсе тухăр, тесе, тухса карĕ краскă сутакан.

тавай

(таваj), давай (русск.). СПВВ. Х. † Тавай ĕçер, тавай сиер хамăр тенĕ çынпалан. Бижб. † Тавай юрăла-юрăла ĕçкĕ ĕçер! ЧС. Хайхисем капăр сиксе тăраççĕ те: тавай хуллас, хуллас! тесе кăшкăраççĕ. Ядр. † Тавай, пичи, хĕр пăхас (будем высматривать себе невесту). Чотай. † Торта толли тор лаши, тортин-тортмин хунь ирĕк. Эпĕр она çапас çок, тавай чопас таволни. Сĕт-к. † Тавай, йысни, йорлăпăр, пирн пуяна (о нашем богатстве) кам пĕлмеçт? Тогаево. Иван калать, тет: чăм-ха, ан вăрç, кам вылльă? Шуйттан çӳри; тавай, кам вылльă? тет.

тавăр

(тавы̆р), возвращать, вернуть. Бес. чув. 9. Эсĕ час тавăрайăн-ши? Манăн нумаях та мар укçам, вăл та пулин хама кирлĕ пулать. N. Вара ăна патша каллех Риме тавăрнă (вернул). Кан. Тавара хакла сутнипе нумай услам илет те парăма юлнă укçана услампах тавăрма пултарать. || Свернуть. Тим. † Тавăрăпăр сăмсине. (Угроза). || Переворачивать. N. Вуниккĕн ыраш çапаççĕ, Митрофан тавăрат. (Çăкăр çини). СТИК. Кĕлте таврас, сарăм таврас (переворачивать снопы или посад во время молотьбы). N. Шур кĕпелисем çапаççĕ, хĕрлĕ кĕпели тавăрса пырат. (Апат çини). Сĕт-к. Утă тавăр, ворочать сено (на сенокосе). || Засучить (рукава). КАЯ. Эпĕ кĕпе çаннипе куçа тавăрса шăлтăм. Тăв. 53. Тĕкĕр пек çуталса выртакан кӳлĕ хĕрринче Кулине шурă йĕм тавăрса тăрать. || Выворачивать. N. Вăсем ухтарса пирĕнне кăсясене те тавăра-тавăра хучĕç (они вывернули у нас карманы). Изамб. Т. Куçа çӳп кĕрсен, пĕр-пĕр аста арăм чĕлхипе çуласа тупат та, унтан тавăрса илет. Орау. Куçне-пуçне тавăрса ларать. Сидит, неприятно растаращив глаза. Утăм. Куçĕсене тавăрса пăрахса çӳреме тытăнчĕç. Якейк. † Пирн апия йорас-тăк, корăк тымарне таврас полать (выворачивать). || Выворачивать наизнанку. Сĕт-к. Кĕпе тавăрса тăхăнтăм, кĕпе тавăрса чиксеттĕмч. Баран. 162. Çĕлĕкин хĕррине çăмне тулалла туса тавăрса хунă (у кадмыков) || Оплатить. Янш.-Норв. † Ах хăтаçăм, тăхлачçăм, çирĕн ĕçкĕре-çикĕре тавăрса пулĕ-ши ĕмĕрте! N. † Тăвансем лайăх, хамăр чухăн, тавăрассинчен хăратăп (боюсь, сумею ли я им воздать равное). Ст. Чек. Пурне те тавăрса пĕтереймĕн, хăшне тата турă тавăртăр. Собр. Çак çăкăра таврайăп-ши ĕмĕр иртиччен? Удастся ли мне когда-либо воздать (им) равное за этот хлеб-содь. N. Вĕсем саншăн тунине хирĕç мĕнпе тавăрас пур санăн? Чем ты можешь заплатить за их заботы о тебе. Ал. цв. 10. Хăна ырăлăх тунăшăн эсĕ çапла тавăр-тăк-и ĕнтĕ мана? || Мстить. N. Ку çынна епле хирĕç тавăрам-ши (месть)? N. Макар Семенов çине Аксенов çав тĕрлĕ хытă çиленнĕ, хăй пуçне çухатсан та, ăна таврассиех килнĕ. || Воздать. Ёрдово. † Пире кăçал çын çини, таврасчĕ те, ял аслă. Цив. † Çынтан илтнĕ сăмаха турă тавăртăр, тейиеттĕм (т. е. пусть бог обратит дурные пожелания на проклинающего). || Возвращать назад (невесту). КС. Хăшĕ калаçнă хĕре каялла тавăраççĕ. || Отказаться от покупки. N. Тавăрчĕ, спятился (о покупке). || Опровергать. N. Ку хушăра тавлашнă çĕре министрсем те пыркаларĕç, анчах министрсен сăмахĕсене çавăнтах тавăра-тавăра пычĕç. N. Хăвăн çу сĕрнĕ çыннуна, Давид чурушăн та пулин, ахаль тавăрса ан ярсам. || Возмещать? Юрк. † Ялта ырă çынсем нумай пулĕç, хамăр тăвансене çитес çук, çитсен те ăна таврас çук, тавăрсан та пире пулас çук, пирĕн юлнă кăмăл тулас çук, пире юлташ пулса тăрас çук. СТИК. Ку лашана илсе эпĕ усă кураймарăм; акă ĕнтĕ илни икĕ çул, çинĕ хакне ĕçлесе тавăрайман пуль (не заработада истраченного на нее корма).

тавăрна

обычай, по которому молодая едет в дом своих родителей с пивом. СПВВ. Тавăрна — хĕр ашшĕсем патне сăрапа кайни. М. Тиуши. Ку юрра пирĕн акка тавăрна пырсан хамăр килте çапла юрларĕ. Ib. Хĕрсем, качча кайсан, ашшĕсем патне сăрапа пыраççĕ, пирĕн ăна: тавăрна каяс, теççĕ; ун чухне хĕрĕ килти ашшĕсене те, лере, хăй качча кайнă кил-йышсене те, парне парать. Пирĕн тавăрна хĕлле каяççĕ, тавăрна е вуниккĕн, е тăххăрăн, е çиччĕн каяççĕ. || Ерк. 111. Каях, терĕ, Силемпипе кил-çуртна, тавăрнапа эп те пырăп юпана.

тавăрнуçĕм

на обратном пути, при возвращенни. Сред. Юм. Тавăрнуçĕм хамăр патра кĕрсе тох. На обратном пути заезжай (заходи) к нам.

тавраш

(-аш), окружье, окруженье. N. Пĕтĕм тута-сăмса тавраш (область рта и носа) питĕ ирĕлсе карĕ-ха — тӳрленмест. Собр. Уйăх таврашĕ карталансан (если месяц в кругу), йĕпе пулать, теççĕ. Б. Яныши. Çак кĕпер таврашне, çĕртме çинче утсене çитарма ялан курăк çитĕнтереттĕмĕрччĕ. О сохр. здор. Кровате (чит. кравата) тата алăк патне, чӳрече таврашне (около окон) лартма юрамасть. || Окружность. Ск. и пред. чув. 34. Карталанса йĕри-тавра тăнă ташă вырăнĕ, вунă чалăш таврашĕ. || (Приблизительное) время. Альш Миххайла праçникĕ таврашĕнче (около Михайлова дня) юр ӳкет, ӳкнĕ çул (в иной год). || Отношение. N. Наянлăхăмпа çыру яраймасăр тăратăп, тетĕн, вăл тавраша (в этом отношенни) эпĕ хам та çавах, анчах савнă çыннăмран çыру вăл-ку илсен, кирек хăçан та хирĕç часрах çырсă яма тăрăшатăп. || Относящееся до.. Изванк. Пирĕн ялта мур таврашне пĕлекен пĕр Микул карчăк анчах. || То, что относится к известному роду предметов. Юрк. Эрех таврашне пăхса тăма хăйсене уйрăм пысăк тӳресем тытса тăрат. Кама 7. Васса (пуçне пăркаласа). Е-е-е-х! ăс тавраш санăн. Хăнаран укçа ыйтаççĕ-и? Кам вĕрентрĕ сана. Тьфу, йытă пичĕ! N. Кунта япала таврашĕ питĕ хаклă. Баран. 44. Ялта лăпах пулнă, хăйă çути тавраш нимĕн те пулман. N. Выльăхăн ăс тавраш çук, вăл ăçта каяс килнĕ, çавăнта каять. Кан. Пуш урапанах: таврашсене çĕмĕрĕ (лошадь), тесе, калла турттарса килтĕм. ППТ. Çĕрен хуллин таврашин çӳп-çапне (сор от прутьев, обломки) прахтармаççĕ (не позволяют бросать). N. Пахăр-кĕмĕл тавраш(ĕ), çурт-хуралтă тавраш(ĕ). Менча Ч. Вĕсем акана тухаччен малтан ака таврашсене, суха таврашсене, сӳре таврашсене хатĕрлеççĕ. N. Çав вăра таврашĕ мар-и (это не вор-ли какой-нибудь) мĕн пĕшкĕнсе (нагнувшись) пырать вал пирĕн хыçран? Юрк. Начальник таврашĕ вăл тĕлтен сана аса та илме пĕлмест. О сохр. здор. Улпут таврашĕнче нихçан та сăпка кураймăр эсир. Юрк. Сирĕн вара ку çулта ĕне тавраш çук-и мĕн? Разве нынче у вас коров нет? Ib. Пирĕн чăвашăй йĕрĕх таврашĕнче пукане пек япала таврашĕ çук (никаких идолов не бывает). ППТ. Масар çинче кĕлĕ таврашĕ-мĕнĕ тумаççĕ (никаких молений не совершают). Сборн. по мед. Лаша-выльăх таврашĕнчен: ут-выльăха çамрăк чухне чипер пăхас пулать, тетпĕр. Халапсем. Эпĕ халап таврашне пĕртте пĕлместĕп. Я, вообще, совсем не знаю сказок. Баран. 29. Тăван хĕрĕ пек курса, ун валли тавраш хатĕрленĕ. Ib. 162. Пуринчен ытла лаша таврашне çӳререх параççĕ (калмыки). || Принадлежности, приспособления. О сохр. здор. Çавăнпа ача кипкисене, унăн çăтарне, тата ытти таврашĕсене те тасарах тытма тăрăшăр. СПВВ. Тавраш нуммай кирлĕ. Нужно много разных вещей, приспособлений, одежды и пр. (Так понимают в Сред. Юм.). ЧП. Атте салат пачĕ те, анне тавраш пачĕ те. Ходар. Сăрине (для „тайăн сăра“) тунă чухне таврашсене пит тирпейлĕ тыткалаççĕ (наблюдают за чистотой посуды и принадлежностей, которыми пользуются при варке пива). || Одежда (в некоторых выражениях). О сохр. здор. Хамăр тавраша ялан таса тытас пулать. Болезни. Тепĕр çĕрте хĕретнĕ-кăвакартнă таврашпа çӳреççĕ. Букв. Таврашна тасарах тытса усра. Будь опрятен. Янш.-Норв. Епле унăн (девушки) таврашĕсем чечен. Ib. Пасар таврашĕ те унăн питĕ нумай (у девушки, которую думают взять замуж). Орау. Хĕрарăм таврашĕ. Сред. Юм. Хĕрарăмăн кĕпе-йĕм (белье) нăмай пôлсан: тавраш нăмай, теççĕ. Алик. † Çын таврашпе килмен, хам таврашпа хам килтĕм, атийăк та апайăн. (Из песни туй арĕм). || Наряды. Собр. Хĕрĕ (невеста), пасар çитсен, пасара кайса, таврашсем илет. Бур. † Ай-хай, хамăр тантăшсем, кĕмĕллĕ иккен таврашсем. || Приданое (добро). N. Пĕр таврашĕшĕн илни анчах пулчĕ, хăй нимĕн тĕшне те тăмаçть (про жену). Чураль-к. † Ах кинçĕм, Пăраски, час тапранса часах тух; час тапранса тухмасан, хăвăн (= хăйĕн) таврашпе тухмаçть, тет, хăвăн таврашпе тухсассăн, час тапранса тухать, тет. (Свад. п.). || Добро, имущество. Иванова. Çак пушарта нумай тавраш, пĕр хĕр-ача çуннă. Истор. Ытти хаклă йышши таврашсем те нумай парса янă. Изамб. Т. Пуяннисем таврашне (япалине) кура хаклăрах тӳлеççĕ. || Сбруя. N. Урапасем ӳпне çавăрăнса каяççĕ, таварсем пылчăк çинче таптанаççĕ, лашисем ĕрĕхсе, таврашсене таткаласа çӳреççĕ. Ёрдово. Лаша таврашсем вăлсен питĕ япăх, таврашсене пĕртте юсамаççĕ. Лашине хытă кӳлсен: тавраш ванать, теççĕ. Чураль-к. † Ачи шухă, ан тийĕр, ати тавраш шуç тавраш; çав шуç тавраш пĕтмесĕр, пирĕн шухă пĕтес çук. Актай. † Шупашкар хуçи аттим пӳр, шуç таврашсăр тухас çук. Н. Байгул. † Йăлтăр-йăлтăр йĕс тавраш, çутатмасан килĕшмест. || Органы. N. Вал кăшт çех вырăнтан сикме пултарать, хăйĕн пур таврашĕсене те пĕтернĕ, вăл сывламасть те, унăн юн тымарĕсем те çук, çăварĕ те, хырăмĕ те, пыршисем те, хыçалти шăтăкĕсем те çук. || Материал. N. Машиная шухăшласа кăлараканни çавна тума хăй таврашĕпе те çĕр тенкĕ анчах илнĕ. Ал. цв. 20. Çулçăсем, туратсем, чечексем карнă, ылттăи-кĕмĕл ука таврашпа витнĕ хăй юратнă сакă çине ларать. || Род, фамилия. Орау. Çав Кăрнин усрав ывăлĕнчен Ситемен тавраше пуçланса кайнă. Альш. Мăрса йăхĕсем каяççĕ куçса Пӳркелне. Пӳркелĕнче халĕ те пур, Мăрса тавраш, теççĕ. КАЯ. Апрам таврашĕ (пирĕн йăх ячĕ). N. Кам таврашĕ эсĕ? Ты из какого рода (или: фамилии)? N. Тăраль (трал’) тавраш (-аш). Орау. Урлав таврашĕ питĕ ĕрчĕхлĕ ăру вăл. Орау. Вăсен таврашĕнче путлĕ этем пур-им? || Нечто подобное, такое. Дик. леб. 40. Вăл ун пек тавраша унччен нихăçан та курман. N. Нумайĕшĕ çĕнĕрен законсем кăларасшăн пулчĕç. Нумайĕшĕ вăл тавраша кĕтмен, вĕсемшĕн вăл ĕç сисмен çĕртен пулчĕ. СТИК. Пирĕн вăл тавраш мĕн çук? У нас ничего подобного нет. (Возражает, почти что обидевшись, на вопрос: сирĕн им-çам пур темерĕç-и, парăрччĕ, пулсан). || Культ. ЧС. Ку киремет таврашне ан тăвăр. Не совершайте этих идольских обрядов. || Альш. Хирти Кушкă таврашĕ, çĕнĕ Мертлĕ таврашĕ акат вăл анасене: çавсен çĕрĕ, тет вăл. || Обстоятельство (грамм. термин, неолог.). || В смысле послелога. N. Атăл таврашĕнче ун пек хула нуммай. В Поволжье таких городов много. Ib. Хула (ял) таврашĕнче (около города, деревни); çăварни таврашĕнче (около масляницы). N. Пукрав таврашне те таврăнайăп-ха эпĕ. Неизвестно, вернусь ли еще я к Покрову. N. Мункун таврашнелле те тавăрнайăпăр, тем. Неизвестно, воротимся ли мы к пасхе.

такам

(тагам), неизвестно кто. N. Кам ку? Такам-çке. Кто это? Не знаю кто. Кто его знает. N. Такампа кайнă вăл, эп курман. Не знаю, с кем он ушел, я не видел. N. Такамăн пур вăл, пирĕн çук. Не знаю, у кого он есть, у нас нет. Такам ачисем вĕсем. Не знаю, чьи они дети. N. Парасса патăм (отдал) та, такама патăм (действие отдачи помнит хорошо); парасса панă та, такама панă (действие отдачи представляет себе неясно). Чеб. Такамсем çĕрле килнĕ те, хамăра улмапа пере-перех татса карĕç, терĕм. || Всякий, каждый. Н. Карм. Мана ĕнтĕ эсир мар, такам та ятламалла, мĕншĕн тесен, эпĕ темиçе çултан та сире тав туса пĕр çыру та çыраймарăм. N. Ăна такам та паллать. Про него чай знает всякий. N. Такам та пĕлет. Кан. Куçарасси Мами аван куçарнă. Такам та ăнланмалла. || Прямо никто. N. Эпир курнине такам та кураймĕ. Никому не придется испытать того, что мы испытали! || В чувашизмах. Могонин. Такамран ыйтсан та (кого ни спроси), çак ниш çинчен калама пултарать (может рассказать). Ст. Шаймурз. † Улма патăм-илмерĕн, кĕмĕл патăм-суйларăн. Пит нуммай вăхăт çӳрерĕн, ху та такама каяйрăн (за кого-то ты сама выйдешь). Изамб. Т. Мана тата хамăр пекки пулмасăр, такам пулмĕ. Какого еще мне жениха ждать? Ведь нас не вельможа какой возьмет. Орау. Кам вăрланă-ши укçине?.. Такамах мар пуль-ха (не больно кто, чай..) хăйсен ачипчисем путлим (= путлĕ-им). N. Эсĕ, ачам, такамшăн такам пултăн, маншăн турах пултăн. Кил, эп сана чуп-тăвам. Не знаю, как другим, а мне ты, дитя мое, сделал превеликую услугу. Иди, я тебя поцелую. Выçăхакансем 26. Эпир ĕне сутатпăр иккенне такам çăви сарса янă (какой-то чорт разблаговестил, т. е. распустил об этом слух). || Нет. Сятра. Тĕнке-тона, хы çут (= хыйă çут), теччĕ (говорят).— Такам (= айӳк?), тет тĕнке-тони: коарпа пиçсе тĕтĕмпе пĕрле те вĕçсе каяс польă, тет.

такăш таранччин

до какой степени. N. Халĕ пĕрмай калла чакатпăр, такăш таранччин, хамăр та пĕлместпĕр.

талăк

(талы̆к), то же, что тавлăк, сутки. Б. Олг. Эп, хамăр Чикме уестне тохсан, олпутран (у начальника) итрĕм: киле яр мана пĕр виç талăка (суток на трое, сутки на три). N. 19 талăк кунĕн-çĕрĕн вăрçрăмăр. N. Ултă талăкра ултă çăвар çăкăр çимарăм. Орау. Чейникрен çӳппине талăкĕ-талăкĕпе те кăларса тăкмаççĕ. Сор из чайника не выбрасывают по целым суткам. ГТТ. (У женщины перед родами) ăйхă вĕçет. Талăк аптăратать.

тан

(тан), равный, одинаковый; равно, одинаково, ровно. Çĕнтерчĕ 7. Çу каçа виççĕн тан ĕçлени ахалех сая кайрĕ. N. Çав карапа тунă чух, вăл ытти платниксемпе тан ĕçленĕ. Эльбарус. Кам суха патĕнче пулнисене пĕр тан уйраççĕ. Байгул. † Тавай сикес çӳлелле. Вăрăм çынпа тан (вровень) пулас. Якейк. Санпа тан полас килет. Ib. Эпĕр иккĕн пĕр танах. Мы с тобой одинакового роста. Шишкин. † Икĕ торă лашисем (т. е. пара их) тан чопаççĕ, килхепине тан тытсан (если будешь ровно держать вожжи?). N. † Икĕ хура лаша тан юрта-çке, чĕн тилкепи тăрăх тар юхать; пирĕн çамрăк пуçа нуша килсен, икĕ куçран куç-çулĕ тан юхать. Шишкин. † Тăван, пире мĕн полчĕ-ши — иксăмăр та (= иксĕмĕрĕн те) коç-çол тан йохать? Богдашк. † Хамăр тăвана курсан, икĕ куç-çулĕ тан юхăть. Сала 107°. † Уйрăлатпăр, тăван, уйрăлатпăр, хура куçăмăрсенчен тан юхать. Пазух. Пирĕн кинçĕм Праски пур, шăллăмпа тан ĕçлĕ-ха. N. Эп пыраттăм пахча çуммипе, икĕ кĕмĕл çĕрĕ тан выртать (парочкой, рядышком, на одинаковом отдалении от меня?). Ст. Ганьк. † Вуник купăс тан калать (на один размер). Кан. Эпĕр вăрçăчченхипе танпа пĕрех тырă-пулă акнă (почти столько же, сколько сеяли до войны). N. Эсĕ манпа тан. N. Унта пӳртпе тан пĕр йывăç ларатьчĕ? Бгтр. Вунă пурне вăйĕ тан мар. || Возраст. Сĕт-к. Вăрăм вырăс вут çолать, çави çине сĕвенсе; çак тана çитрĕмĕр, ати çине сĕвенсе.

тантăш

(танды̆ш), ровесник, сверстник (приблизительно одних лет). КС. См. танăш. Сред. Юм. Тантăш тесе хăйĕнчен пĕр-ик çол аслă, е кĕçĕн полсан, ей хăйпе пĕр çолта полсан калаççĕ. В. Олг. † Хĕрлĕ холă пак хĕр тантăш, хуа холли пек ул тантăш! Лепле орльсах каяс-ши? Су полăр та, пор полăр, тин те корăп, те кормăп! N. Çамрăк çынна курсан (невеста во время плача: эй тантăшăм, тăванăм (ятне калат), тет. Альш. † Ах, тантăшăм (çавă пур), çиччĕ асăна пĕлместĕп. (Хĕр йĕрри). Тайба-Т. † Тантăш тана килмесен, вăйă выляма кăмăлсăр. Пазух. Ытти тантăш пурте пур, хамăр савни кунта çук. || В знач. прилагательного. Чеб. Вăсен манпа тантăш хĕр пурччĕ. Юрк. † Манпа тантăш хĕрсем, сыв пулăр, хаяр сунса ан юлăр. Манпа тантăш ачасем, сыв пулăр, хаяр сунса ан юлăр. (Солд. п.). || Друг сердца. Чотай. † Тантăшпа тантăш чопнăшăн, тантăш маррисен мĕн ĕç-ши? Юрк. † Тантăш лаша кӳлет: аппа каят, тет пулĕ: манăн каясси асра та çук. Чăв.к. Каласан, кала, тантăш, сăмахна: кĕçĕр санăн çумна кам выртат? Пазух. Çӳл ту çине хăпариччен, юпах тьыха ут пулĕ: килес çулхи вăйăччен хамăр тантăш ют пулĕ. Ib. Тантăш лайăх пулмарĕ, тухассам та килмерĕ. N. Эй манăн юратакан тантăш! Бур. † Урамăрпа иртсе эп пыраттăм, эсĕ чӳрече çинче лараттăн; эсĕех те чĕнтĕн, эпĕ чĕнмерĕм, çиленсе мар, тантăшăм, вăтанса. Богдашк. † Выляясчĕ, куласчĕ, савнă тантăш кунта çук. Альш. † Куçăма ятăм ирĕке, лайăх тантăш суйлама. Ала 71. † Çĕре пусрăм — çĕр путрĕ, шыва пусрăм — шыв типрĕ. Ах тантăшăм, Кĕркури, манран пуçне хĕр пĕтр(ĕ)-им? N. † Турă кăна çырман тантăша илсеех те пулмарĕ мулпала.

тапăр

(табы̆р), место для водопоя стада на речке. СПВВ. Кĕтӳ тапăра аннă. СПВВ. МС. Ку выльăхсам пăхакан ырă мар, выльăхсене тапăртах хуплать. КС. Тапăр тăратнă вырăнта (где скотину загоняют на водопой в полдень) тырă лайăх пулать. Изамб. Т. Кăнтăрла çитерехпе выльăхсене шыв ĕçме тапăра антараççĕ (загоняют поить). Ib. Тапăр (или: тапăр вырăнĕ), место, куда загоняют скотину поить и отдыхать. Н. Карм. Тапăр — кĕтĕве кăнтăрла вырттаракан çĕр. Баран. 6. Тăн-кăнтăрла тĕлĕнче, шăхличине кăшкăртса, хуçа хупмасть тапăра. N. Вăл вырăна пирĕн тапăр вырăнĕ теççĕ. Çак тапăра çитсессĕн, пирĕн хăшĕ-хăшĕ çур çавала çитичченех кĕрсе тăчĕç. || Табун, стадо. ППТ. Кăнтăрлаччен, пуху тăваççĕ те аслăрах çынсем, тапăр ансан (когда стада спуститься на водопой), выльăхсене тапăртан кайса тытса килеççĕ. ТХКА 42. Лашасем, ĕнесем каçпа тапăра тухнă. Эпĕ хамăр тьыхана йĕвен тăхăнтарса утлантăм. || N. Тапăр, то же, что стольне.

тар

(тар), пот, sudor. КС. Тар кăларса ĕçле. Ib. Тар тухиччен ĕçрĕм. (Пил до того, что у меня на лбу выступил пот). N. Тар тухиччен ĕçле. Работай до пота. N. † Тар кăларса ĕçлерĕм. Я работала до пота. Ала 93. Ачанăн кăшт анчах чунĕ тухса кайман, пĕтĕмпе тарĕ тухса килнĕ (его ударило в пот от побоев). Шурăм-п. Çывăрнă чухне пурин те тар тухнă (все вспотели). Яндобы. Тавай хĕвел ăшшине кайса тăрар, тет: хăшин хӳри вĕçне тар тохĕ (у которого вспотеет кончик хвоста)? К.-Кушки. † Кĕмĕлех те çĕрĕсем пысăк пулмаст, унăн куçĕсене тар пусмаст. СТИК. Çула, шăрăхра, пуçа ниăçта чикме çук пулат, чыст тар пусат (прошибает пот). Çутт. 20. Питеенчен тар юхтарса, аннепе иксĕмĕр выратпăр. Утăм. Ĕçлет пур тарçă тарăхса, пуян пами, тесе, тар хакшĕн (за пот, т. в. за труд). Ерк. 88. Тара халăхĕ çулать çара тар (все в поту). N. Хамăр тăрăх (по нас) вĕрене шывĕ пек (как кленовый сок) тар юхать. Г. А. Отрыв. Çула тухман тар хĕлле тухать, теççĕ. (Послов.). || Плата за работу, за труд. Чăв. й. пур. З. Пырăп пырасса, вĕрсе парăп, ну, тарна ан хĕрхен, тет. Унтан вара хак хурать? çур тенкĕ укçа, çур штав эрех пултăр, тет. Унтан, чĕрĕлсен, вара виçĕ пăт çăнăх, пĕр пăт кĕрпе пултăр, тет (вĕрӳçĕ). СПВВ. МС. Тарне хăй илесшĕн, хăй илес пулсан ӳркенет. N. Унтан кайса килнĕ тарне сана тӳлери? Заплатил ли он тебе за поездку туда (или за то: что ты сходил туда)? N. Тарçă тарне тытса юлни — юн тăкни. Чăвашсем 11. Вăсем (т. е. йомзи) вилес çынтан татар илеççĕ; вăтанмаççĕ те, çылăхран та хăрамаççĕ. Пĕрин çинчен эп хам пĕлетĕп, юмăç пăхса мĕн чухлĕ тар илнине. N. Çавна вĕсем нимĕнсĕр ахалех (в рукоп. нимĕн тарсăрах) туса тăмалла. СПВВ. НН. Тар — юмăçа пăхнăшăн паракан çăнăх, кĕрпе (çăнăх). || Яжутк. † Ай, сăка еркĕнĕ, пире çĕрĕ парса ямар. Тухĕç халĕ утсампа, çĕрĕ тарĕ кăларăпăр. (Свад. п.).

тармак

натек, капельник. Аку. † Шурă пӳртре çуртасем çунаççĕ, тармак-тармак çăвĕсем тумлаççĕ. Рак. † Çӳлте çурта çунат-çке, тармак-тармак çăвĕсем тумлат-çке. К.-Кушки. † Хамăр тăван аса кисессĕн, тармак-тармак куç-çулли юхат-çке.

таçти-таçти

находящиеся в разных местах; отдаленные друг от друга. Альш. Пулат тата хăш-хăш каччă: кĕвĕ пуçласа калас тесен, таçти-таçтине çавăрса кăларĕ. Ib. Таçти-таçти ачапалан таçти ача паллашать (т. е. знакомятся друг с другом дети очень отдаленных одна от другой местностей). Ib. Таçти-таçти хамăр ял енчи курăнать.

таттар

понуд. ф. от гл. тат. N. † Ешĕл чӳкне (платка) çынтан таттармăп, хамăр ялтан инçине илеймĕп. Истор. Епле те пулсан куланая çуллен таттарса тăрса (заставляя платить), хыснана пуйтарасшăн пулнă.

тахшин

то же, что тахăшĕ, тахшĕ. Альш. Пире тахшин килсе илмĕ, хамăр йышшиех пулĕ, тет. Хастарлăх 13. Тахшинсем пыраççĕ уççăн юрласа.

ташта

(ташта), (невесть) неизвестно где, неизвестно куда. См. таçта. || А то, вдруг..., а то, пожалуй. КАЯ. Ан макăр! ташта урнă йăтă, сассуна илтсе, хамăр çине сикĕ.

те

(тэ, т’э), неизвестно... ли, неведомо... ли, я не знаю... ли. N. Те Микихвере кӳршисем каласа кăтартнă ун ачисем ват карчăкран кулни çинчен. N. Эпĕ она кăтартрăм та, вăл те соккăр, ним те кормарĕ. Ст. Шаймурз. † Кăмакăрта хăйсем (лучины) шăлтăртатать, те çунас вăхăт çитнĕрен (не знаю, оттого ли, что эй наступила пора гореть, т. е. , м. б., эй наступила пора гореть). N. Сана эпир хытă кĕтрĕмĕр, анчах эсĕ те килте, таста, çавна эпир пĕлместпĕр (мы не знаем, дома ли ты, иди где в другом месте). Орау. Паян çăмăр те пулать (неизвестно, будет ли сегодня дождь). N. Те усĕрнипе (от кашля) ыратать... Я не знаю, от кашля, что ли болит... (в просторечии: не знай, от кашля болит). N. Те кăнтăрлана (на обед) чĕнет ĕнтĕ... Я не знаю, может быть, это уже зовут на обед (в просторечии: не знай, уж на обед зовут). || С иронией. Ст. Чек. Те унта шăнса выртмалла! (Говорит человек, которого посылают на холод). || Как будто. Изамб. Т. Ыраш парса ярсан, Ваççа калат: те, Елим каламасан, эпĕ Елчĕк çуннине пĕлместĕп (как будто я не знаю) (quasi vero nesciam) без Елима (т. е. без его сообщения), что в Яльчиках был пожар). || Иногда повторяется. СПВВ. Те апла, те капла. Не то (нето) так, не то (нето) эдак (в просторечии также: не знай так, не знай эдак). N. Урăх çыру ярасси те пулать, те пулмасть. Не знаю удастся ли еще послать письмо. N. Вĕсем те вилĕ, те чĕрĕ тухнă (вышли из боя). Орау. Ыран те пурнан, те вилен. Ib. Ыранччен (до завтра) те пурнан, те вилен. N. Ыранччен те куратпăр (увидим), те курмăстпăр. Регули 479. Те корнă, те корман. Не знаю видел, не знай нет (т, е. не знаю, видел или нет). Ib. 1438. Те вăл каять, те ашшĕ он каять. Не знай он поедет, не знай его отед (т. е. не знаю — он ли поедет, или его отец). Шугуры Ц. Вăл вăхăтра эпĕ пĕр пилĕке те çитнĕ, те çитмен, уна астумастăп. Не помню, было ли мне тогда лет пять: или меньше, или больше. || Может соединиться с другими выражениями неведения или недоумения. Янтик. Хулана те карĕ тем. Не знаю, съездил ли он в город. СТИК. Те кашкăр темĕн! Едва ли это волк! (В Сред. Юм. это значит: не знаю, волк, что-ли!) Ib. Те кашкăр, те мĕн! Неизвестно, волк ли, что ли (т. е. волк или что другое). Орау. Пирĕн кукамайпа пĕр тăван хĕрин хĕрĕ пулмасть-ши вăл? — Те çапла, темскер. Это не внучатая ли внука (внучка) нашей бабушки по матери? — Не знаю, может быть и да. Юрк. Те тĕрĕс пулчĕ, темĕн ĕнтĕ, çын сăмахĕ. (Уж не знаю, правду ди он сказал). Бес. чув. 9. Ку лаша манăн ватăлса çитрĕ (совсем стала стара), çурхи тырра те акаймĕ темĕн (не знаю, удастся ли с ней справить весенний сев). Изванк. Те ăна ытла çилентертĕмĕр пули-мĕн. Или уж мы очень разгневали его?.. ЧП. Килекен тăванçăм килми пулчĕ, те хамăр начартан, те мĕнтен (потому ли, что мы бедны, плохи, или по какой другой причине).

тек

(тэк, т’эк’), все, то-и-дело, assidue. НАК. Хăй тата ниçта каймасăр кулĕ тавра (кругом по озеру) калла-малла тек ишкелесе çӳрет (утка). Перев. Хамăр нимĕн çинчен те шухăшламастăпăр, текех тататпăр (знай себе рвем ягоды). Н. Лебеж. † Выляма тесе, тухрăм урама, тек пăхаççĕ манăн сăн çине (на мое лицо). Сред. Юм. Тек хăраса çӳре онта (все бойся там), арран ирĕке тôхрăмăр. N. Вĕсемпе тек килĕштермесĕр пурăнатпăр (все ссоримся). Изамб. Т. Çапла тек (всё) лашасене çавăрса аштараççĕ. Юрк. Пĕри хăй амăшне, ватă çынна, хире пăрçа вырма илсе каят. Амăшĕ, вырнă чухне пĕр пăрçине, çиме тесе, çăварне хыпсан, шăлсем çук пирки çиеймесĕр, тек çăварĕнче чăмласа тăрат (горох остается у нее во рту не разжеванным). М. Васильев № З, 51. Шор лашапа эпĕ тек (мĕн тăвас тен выльăха?) пĕлĕт çине олăхап пек. Янтик. Пĕрре çаптарас пулать сана кутран, вара тек вырăн çине шăма пăрахатăн эс (перестанешь постоянно мочиться в постели). || Гиперболически. СТИК. Мĕн тек пĕтĕм ачу-пăчупа йăхланса çӳрен? (Говорят про женщину, идущую куда-нибудь со всем семейством, с ребятишками). Ib. Лапăртатса ан тăр тек! Не болтай. Ib. Çывăрса ан вырт ĕнтĕ тек, тăрас пулат! || Плеонастически. Орау. Вăл (она) хăш чухне, хутса ярсан, хупма (скутать печь) тек килекенччĕ. || Всё (в смысле „всюду“). N. Манчжуриара (= Манжурире) тикĕс вырăн пит сахал, тек тусем. || Больше, amplius, ultra. N. Тек ан таврăн! Тек ан таврăн (больше не возвращайся)! тесе, хĕнерĕ, тет те... N. Çăварна тек ан кар. Истор. Новогород çавăнтан кайран тек ирĕке тухайман вара. Альш. Амăшĕ калат, тет; тек çăкăр çук ĕнтĕ (больше хлеба нет), тесе калат, тет. N. Текех тăвассăм çук ун пек (больше не буду делать). N. Иляна вăл текех курайми пулнă (с этого времени возненавидела). Ала 17°. Халĕ ĕнтĕ эпĕ сирĕн патăрта вуникĕ çул пурăнтăм, текех (больше) кунта пурăнма юрамасть, каяс пулать. N. Текех ун çине те шанми пултăм. Я больше на него не надеюсь). Ала. Тек ан калаç, эпĕ хăратăп. Дальше (больше) не рассказывай, я боюсь. Торп-к. † Эпĕ сире текех кисе курас çук (больше не приеду к вам повидаться), сыв полăр та, пор полăр! Яргуньк. Сутнă чух ман пуçăмри йĕвене ан пар; парсан, мана текех кураймăн (больше не увидишь), терĕ, тет. Ой-к. Текех пыман вара. Больше не приходил. N. Килтен хут (письмо) илмесĕр текех хут ямастăп. Лашм. † Пирĕн çак тăвансем тек килес çук (больше не придут); килсессĕн, пăха пĕлес çук (мы не сумеем принять с должным почетом). N. Тек (больше) ним те çырма пĕлместĕп (в письме). СВТ. Нумайĕшĕ: çын шатра чирĕпе пĕрре чирлесессĕн, нихăçан та текех шатра тухмасть, теççĕ. Сĕт-к. Салтака тохса кайнă чоне: сыв полăр та, пор полăр, текех килсе кормăпăр, тесе, макăрса йорлаççĕ. N. Ăна текех хистемен вара. Его больше уж не принуждали. Регули 1301. Тек ан кил. Больше не приходи. Постоянно не приходи. N. Пĕр каланă пулсан та, анчах тек ан калатăр. Если сказал, то пусть не повторит того. || Опять. N. Этем пĕрре вилсен, тек пурăнасси пур-и? Янтик. Халь ĕнтĕ пĕрене хатĕрлесе çитертĕм, тек кайса шырас хуйхи çук. || Еще. N. Ман пек хĕн ĕçсене, ырă ĕçсене пит тĕплĕ туса пурăнакан çын çĕр çинче тек пур-ши вара. || В состоянии бездеятельности. Встреч. в след. обороте. N. Тек тăр-ха, ан вĕлер! Стой, не убивай. Микушк. † Ылттăнах та хачă, кĕмĕл ункă, кăтачĕсем çукран тек тăрат (ножницы лежат так, т. е. без употребления). Пазух. Юрлаймăттăм — юррăм та, ай, тек тăрать (иначе мои песни останутся так, т. е. без приложения). || Лашм. † Ай хаях та миллай, хамăр савни, эп каймантан тек кĕтсе тăрать пулĕ (вар. эп каяймантан тек кĕтет, т. е. всё ждет меня, чтобы взять замуж?). Кама. Эсĕ те кунĕн-çĕрĕн кĕнекепе. Сан пирки мана вăрçаççĕ. Ларасчĕ майланса тек кăна. Пĕтĕм ял сан çинчен калаçать.

телей

(тэл’эj, т’эл’эj), счастье. N. Хĕвел аннă вăхăтра турă телей валеçет, тет, çавăнпа çывăрма хушмаççĕ; çывăрсан телейсĕр тăрса юлать, тет. Сюгал-Яуши. Ман юлташ пысăк пулă тытнă та, кăçкăрса ячĕ: ай, ман телей! терĕ. N. Телее укçа парса илме çук. N. Пирĕн телее йытă çинĕ пулĕ. Ст. Чек. † Шурă аккăш вĕçет, ай, малалла, ик çуначчи юлат, ай, каялла. Эпĕр шухăшлатпăр, ай, малалла, пирĕн телей юлат каялла. (Солд. п.). Орау. Халăхсене телей валеçсе панă чухне чăваш урине сырса юлнă, тет. Трень-к. Анчах манăн хот вĕренме телей сахал полчĕ: школ хамăр ялта çок полчĕ (не оказалось). N. Çул çинче выртакан япалая тупсассăн, хуçи тупăнсан та, ăна каялла ним укçасăр пама юрамасть, телей çухалать, теççĕ. ЧП. Çинçе пилĕк, хура куç, кам телейне курса (на чье счастье) ӳсет-ши? ЧС. Чăнахах та (и действительно), ман телее (на мое счастье) унта шыв юхса выртать. Юрк. Телейне хирĕç (к счастью) хăйсем ялĕнче ана-çарансене çĕнĕ ятсемпе уйăрсан (çĕнĕпе тусан), ачисем ята кĕрсен тин пăртак сывлăш иле пуçлат. Бюрг. Телейне хирĕç хунĕ пырат-кĕрет те: мĕн ĕçлен эсĕ, кĕрӳ? тесе ыйтат. N. Пайтах вăхăт иртсен, çак çук-çынни ватăлмалăх кунĕнче, телейне хирĕç, пуя кайрĕ, тет. N. Манăн телей пулмарĕ çавă йăвăç тăрринче. N. Ман телее темскер çисе янă. Якейк. † Вăрмана карăм — шанки çок, киле килтĕм — арăм çок, ахаль пирĕн телей çок. N. Телей çине телей. N. Телей курса пурăннă чух хĕн-хурлăх манăçа юлать (бывает забвение о несчастьи). ГТТ. Телей пĕтни. Т. VI, 21. Асăнатпăр, витĕнетпĕр ачамăрпа. Вăсен телейĕнчен те пулин, килен-каян телейĕнчен те пулсан, патăр. Çырлах! (Ака пăтти). N. Пасара карни (= кайрăн-и)? — Карăм.— Мĕн илтĕн? — Пăрçа илтĕм.— Ак телей! — Телейи-япали, кĕпер урлă каçрăм та, тăкăнчĕ-карĕ. Чебокс. Ман телейпе, на мое счастье (потом в оригинале учителем исправлено на „телее“). Истор. Хыçĕнчен ăна темĕн чухлĕн ухăсемпе пере пуçланă анчах, унăн телейне кура, пĕри те тивертеймен (не попал). N. Унтан вăл хăй те, виçĕ çул пĕр телейсĕр патшара ларсан, усал тискер вилĕмпе вилнĕ. Кн. для чт. 11. Ун телейне кура çав хутрах урампала ача пырать. Баран. 110. Çĕр ĕçлекен телейĕнчен тырра пĕтерекен кайăк-кĕшĕк çуллен темĕн чухлĕ пĕтет. Ачач. 98. Ача телейне пула, халь çинче ашшĕ ăна нимех те усал тумарĕ. || Доля, судьба. Орау. Этемĕн хăй телейĕ ĕнтĕ ун, курассине курать. N. Пирĕн телей çанашкал полчĕ поль. Видно, такова наша судьба! N. Эх, пирĕн телей икĕ вĕçĕ те шĕвĕр полĕ! N. Пирĕн телей малтан пырат, çынсем курма килеç тем чул. Турун. Эпĕ поян çынăн телейĕ, тенĕ.— Ман телей ăста? тесе ыйтнă вăл вара. Лешĕ каланă: санăн телей ял хапхи патĕнче, тенĕ. Шор-к. Авалхи çынсам каланă: телейна (= телейне) пĕл те, Москава кай, тенĕ. N. Телейне пăх та, Мускава кай, теççĕ. (Послов.). N. Мĕн тăвас тен эсĕ, хамăр телей çампек (= çавăн пек) поль. ЧП. Эпĕ ĕмĕтленетĕп малалла, телейĕм туртать каялла. Байгул. † Телейрен иртекен çутă тĕнче пиртен те юлĕ-çке çак тĕнче. (Песня на поминках). || На конце пальцев, со стороны противоположной ногтям, расходятся складки кожи, в виде как бы концентрических дуг; у некоторых эти дуги образуют как бы законченную спираль, у других этого нет. Эта спираль называется телей (счастье): у иного оно есть, у другого нет. КС. || Встреч. и во мн. ч. N. Телейсем çапла пулчĕ пуль пирĕн тĕлтен! Такова, видно, наша участь. (Из письма). Курм. Телейсам.

тем

(т’эм), неизвестно что. См. темĕн. Регули 510. Тем (темĕнле) полать-ха. Не знаю, что (еще) будет. Синьял. † Вăрман хĕрĕнчи кăвак пĕлĕт, тем çăвасси пур халĕ. Пуç капташки-маклашки, тем курасси пур-халь ун. Сунт. Тем тăвассу пур. Не знаю, что мне сделаешь (т. е. ты со мною ничего не сделаешь. Ответ на угрозы). ТХКА 49. Тем тăватăр ĕнтĕ (не знаю, как вы решите), кайма та хăрамалла, лашасене те шалккă, тет анне. Амăшĕнчен ыйтсан: ашшĕ тем тăвать, тет. СТИК. Тем пулат, тем килет-ха, тен мункунччен вилĕпĕр-кайăпăр! (Погоди, вот доживем до пасхи, там увидим). || Неизвестно какой. Шел. II. 64. Ма ан кăтарттăр (почему не показать), вăл тем япала мар вĕт (не бог-весть что). Истор. Иван Калита аслă княçра чухне вĕсем тем сăлттавпа (по какой-то причине) Радонеж ятлă хулана куçнă. Все, что угодно; весьма многое, разнообразное. || N. Уйăх хушши мар, пĕр эрнере те тем пулас, тем килес. N. Темрен те паха. Дороже всего на свете („дороже не знаю чего“). Ст. Яха-к. Çав кунсенче тем те курăн çавăн пек япаласене (увидишь много подобных вещей и не знаю каких). || Нечто страшное. Шел. 102. Саншăн (из-за тебя), пĕчиккĕскершĕн, пире темех тумĕç-ха (ничего особенного не сделают). || Не знаю. Регули 481. Тем, пĕлместĕп эп. Не знаю, мне это неизвестно. Ib. 486. Тем тес. Не знаю, что сказать (quid dicam nescio). Орау. Час килет-ши вăл? — Тем, пĕлместĕп. Ib. Пырать-ши вăл, çук-ши? — Тем тăвать („не знаю, как он поступит“). Придет ли туда? — Не знаю. Якейк. Виçĕ пус окçа та çок, тем тума пĕлес халь (не знаю, что делать). N. Пирĕн тем тумалла çук япалана. N. Эпĕ орăх хоть те ярирăп-и, тем. || Не знаю, что об этом сказать (затрудняюсь определенно высказаться). Орау. Вăл хăй кăмăллă япшар çын пек туйăнчĕ те, тем тата. Мне показалось он любезный человек, впрочем не знаю... || Иногда только смягчает последующее заявление, или отнимает от него силу полной уверенности. Торп-к. Пичĕшĕсем ыйтаççĕ, тет: макăртăн-и мĕн, Хăрхăн, тесе калаççĕ, тет. Пике калать, тет; тем, макăрман та, йывăç турачĕ çапрĕ те, çавăнпа кушшуль тухрĕ, тесе каларĕ, тет. Регули 843. Тем, каяс çок вăл паян. Ib. 482. Тем, корман эп. Не знаю, я не видал (мне кажется, я не видал). Другой смысл (с иною интонацией): „мне по этому делу ничего не известно, я не видел“. || Должно быть, кажется, как видно, возможно. Панклеи. Попĕ корчĕ те: Макçăм, сан кĕсре окçа кăларать, тем, тет. Орау. Тем, ку Йăван кĕçĕр килмеçт пуль (наверное, не придет; верно, не придет; как видно не придет), кĕтес те мар. Никит. Татнă пек çырлине сутсах килет тем. Видимо, она придет домой тогда, когда продаст набранные ею ягоды. Янтик. Хулана карĕ тем (повышение голоса на „хулана“). Видно он в город поехал. Сред. Юм. Паян çăмăр пôлать тем? Возможно сегодня будет дождь? N. Ĕни сĕтсĕр мар тем те (кажется): çаканĕ нăмай та, çанпа çитмеçт, корнать. Орау. Ирех юрлатăн, ачам, тем сан паян макăрмалла пулать пуль. Регули 485. Вăл тем. Кажется (думаю, что), это он. N. Сахат чарăнса ларчĕ тем вăл çĕрле. Б. Нигыши. Старикки каланă (старухе): çарăкне хăпарса курмасăрах кулатăн тем (кажется), тесе калать, тет. Якейк. † Ай акиçем, йăмăксам, тем ытлашши каларăм поль, кайтăр-поттар! ан тийăр. (Солд. п.). Нюш-к. Эс манран пĕр виç çул аслăрах-ши? Эс манран пĕр виçĕ çул аслăрах тем вара (еще более увеличивается продолжительность). Панклеи. Чăнах тем. Кажется и в самом деле правда. || Как будто, словно будто, quasi is. Регули 480. Эп, тем, каларăм сана. Не знаю, сказал ли я тебе (как-будто я сказал тебе). N. Тем пĕр-пĕрне çиленнĕ пек, тек пĕр-пĕрин патне нимĕн хыпар тумасăрах пурăнатпăр. С. Айб. † Турă утма савса эп ӳстертĕм, тем хам савăнса ларса, ай, çӳрес пек. („Тем“ придает здесь оттенок раскаяния). Сунт. Тем, пуян çынсем пек. Ib. Çанталăкĕ, тем, сулхăнлатрĕ. N. Тем, аван мар пек туйăнать. || Нередко соединяется с другими выражениями или предложениями. Регули 484. Те ярас тем. Не знаю, посылать (послать) ли, или не посылать (послать). Ib. 780. Вăл пирĕнтен инче мар; те килет тем конта, эп она пĕлместĕп (не знаю придет или нет). N. Мĕскерле, чăваш хушшинче пурăнса, чăвашла вĕренейчĕ-ши вара (а удалось ему выучиться)? — Тем, вĕренейчĕ-и вара (или: те вĕреннĕ тем, или; темĕскерле вара). А когда он жил в чувашах, удалось ли ему выучиться по-чувашски? — А не знаю (а не сумею тебе сказать). Бр. п. водку 16. Хамăр ялăн каччисем темĕншĕн тем ыйтмаççĕ (не сватают). N. Тем авланас пулĕ салтака каяччен. || Не знаю почему. Изамб. Т. Тем вăрçаççĕ вара? || Не знаю что; шут знает что. N. Çавăн пек сăмахсем вĕсенĕн урăх та нумай: çавăн пек пулсан, тем курас пулĕ (испытать придется). С. Тим. Курăкран çӳхе, темрен вăрăм (длиннее не знаю чего). || Что-то. Шурăм-п. Тем калас, тет пулмалла. Должно быть, что-то хочет сказать. Сред. Юм. Тем алхастарнă поль сире. (Çынсĕм пит чарăнмасăр вылясан, кôлсан калаççĕ). Уже не... ли (указывает на одну из возможных вероятностей). Ib. Пĕр пит йосав каччă иртсе кайрĕ, хăтана каймарĕ тем (т. е. уж не пошел ли он невесту сватать?). || Что-то (= почему-то). Орау. Пĕр çулнехи пек кахатлăх ан пултăр кăçал (как бы не случиться неурожаю), тем çăмăр çук. СТИК. Тем пуç ырата пуçларĕ, те сĕрĕм çакланчĕ. Что то начала болеть голова, не знаю — угорел. Алгаз. Тем урамалла пăхрăм та, çынсем мăкăр-мăкăр вуласа чупаççĕ. N. Çынни тем чирлĕ, типшĕм, лутра хăйне хăй хавас мар пек кăтартат. || Служит для усиления. НИП. Тем пысăкĕш чăрăшсем (огромные ели). Орау. Вучĕ тем çӳлли çунать. Пламя поднимается на огромную высоту. || Употребл. в чувашизмах. Сред. Юм. Тем çăва ятлăччĕ çав! Не знаю шут знает, как его звали! Ib. Тем çăва патне ярат онта мана! Не знаю (шут знает), зачем посылает он меня туда! N. Тем мурне (также: тем ахратне, тем шуйтанне, тем хăяматне, тем масарне; тем çăвине, почему-то). Сред. Юм. Тем çăвалла çын ô, нимпе те манран йôла пĕлмес. Шут знает, что он за человек — все за мною вяжется. Ib. Паян ô кайни такçанах, тем ĕмĕр пôрăнчĕ ôнта (долго находился или пробыл). Ib. Тем чир пик аса та илмен эп ôна. Не знаю, я как-то не припомнил этого. Ib. Тем çăви полнă. Не знаю, что случилось (шут знает, что случилось). Шурăм-п. Хăйне теме (dat.) хурса, таçти пухура пек, никам ăнланайми сăмах калать. С крайнею гордостью он произносит никому непонятную речь, как будто на каком-то важном собрании. Ск. и пред. чув. 57. Тем хăтланман-ши, темĕскер туман-ши? Не наделал ли он чего? Сĕт-к. Çав пачкалăка тĕкĕ пемелле (надо подпереть подпорой): тем çĕрех солăнса кайнă. || Чорт знает к чему, зачем. Орау. Тем ухмахне палăртать вăл. К чему обнаруживает он свою глупость?

тем

(т’эм), чем (при сравнении). КС. Тем ку нуштана куриччен, ӳте-пĕве ют çĕр-шыва хываччен, лучше çăмăлтарах пулĕччĕ мана. Тим.-к. † Тем тăхăр тенкĕ париччен, тăхăрвун тенкĕ парас та, хамăр ялтан тухас мар (лучше взять невесту из своей же деревни). Яргуньк. † Эпĕ атин аслă ывăлĕ, тем салтака кайиччен, алăк кашти пулас мĕн (лучше бы уродиться столбом у повети). Тогач. Тем инче кайса çӳреччен, кӳр хам пăхса ярам (давай я тебе погадаю). Кильд. † Аслă ялта аллă ача, тем аллă ачана шаначчен, хамăр патра пурнтăр-и.

тепĕр

подр. барабанному бою. Яргуньк. † Тепĕр, тепĕр, тепĕртек, тăхăр така пĕр пытяк. Вунçич çулхи хĕрне арăм туса килтĕмĕр. (Свад. п.). || То же, что тапăр, „топайте“ (так объяснил М. И. Ильин). Якейк. † Тепĕр, тепĕр сикĕр, хамăр ял, çак ял айне ан полăр, иттат ан полăр! || Подр. звукам топания многих ног. Ураскилт. Тепĕр-р-р, тепĕр-р-р, тепĕр-р-р сиктерсе пыраççĕ,

тетен

(те+и+тен), может быть, возможно. N. Ку лавккара йӳнерех параççĕ-и тетен? (В др. гов. ку лавккара йӳнерех параççĕ те-и-тен? Вопросы не означают сомнения в правильности фразы). Алик. Мана тетен вĕлерĕç, вара çĕçĕ тăрăх йон юхса анĕ (стечет). Изванк. Мур, тетен эсĕ хамăр ял çынех пулĕ, тетен шыври пулсан та, вутри пулсан та, хирти пулсан та, вăрманти пулсан та, тетен урăх япаларан пулнă пулсан та, ăçта сана ăсатса яратпăр, çавăнта кай. (Изгнание мора). N. Контах полсан, тетен чĕрех йолăп (останусь жив). || Нередко соединяется с вопр. и др. частицами. КАЯ. Тетен кăна хутпах пĕлтерни тен (м. б. известили), те ĕнертемпе хăй илтнĕ. Н. Шинкусы. Тетен чăн та-и (может быть, и верно), терĕç. Ходар. Тетен эпĕ сире кӳренмелли сăмахсем каларăм пулĕ. В. С. Разум. КЧП. Тетен вĕсем ăна шухăшлаççĕ те пулĕ.

тырă

(тыры̆), хлеб в поле. N. Çĕр ĕçлесе тырă тума. Виçĕ пус. ЗЗ. Ун пек курăксем начарланнă çĕре çĕнетсе тырă аван пулакан тăваççĕ. N. Тырă сахал акаççĕ вăл енче. Тырăран (в отношении хлеба) аптăрасах каймаççĕ. Орау. Тырсам вырса пĕтерсен (после жнитва). Юрк. Тырăçем кăтăрса (отлично) пулнăччĕ. Тăв. 46. Вĕсен тыррисем те çук. N. Тырă татса пулмас. Не всегда бывает хороший урожай. N. Хăш чухне тырă татса пулмас. Якейк. Ĕлĕк тырă вырса Хорашаш праçнĕк (8 сентября) иртсен тин пĕтернĕ. Пĕр арăм Хорашаш праçнĕкĕнче çапла йорланă: „Виç ана тырра вырмашкăн, ача-пăчая хăвартăм, хамăр ĕçкĕре çӳретпĕр“. Он чохне çу та, кĕр те пит йĕпе полнă. Çăмăр нумай çунипа вырнă тырăсене кĕрконне шăн çинче торттарнă. Çораки тума Якори тĕлĕнче (2З апреля по ст. ст.) тохнă, çĕртме тума Петровски (29-го июня ст. ст.) тĕлĕнче тохнă, ыраш аки çине первайхи спас иртсен тохнă. Сборн. по мед. Ачалă арăмсем, мĕскĕнсем, тырă çинче (во время страды) ачисемпе нумай асап курса пĕтетчĕç. N. Тырă сутма иртет-и, иртмест-и? N. Петĕр тырă пĕтсен (по окончании страды) кайрĕ. N. Тырăсам лайăх пулчĕç. N. Тата тырă хамăрăн çĕнĕ тыр(р)а çитри çиме? Хватило ли у нас до нового хлеба? N. Тырă вырма пĕр тенкĕ полчĕ (жиитво стоило 1 рубль). N. Тырăсем мĕн хакра çӳреççĕ? Каковы цены на хлеб? N. Тырă акнă йолашки З8 пăт тохрĕ. После сева осталось З8 пулов. Изамб. Т. Тырă пĕрчилĕ улăм. Ib. Эпĕ хăранипе тырă тăрăх тартăм (убежал по хлебу, по загону). Ib. Тырă пит лайăх пулнă, тет. Ыраш пуссинче лашан пĕкки курăнми ыраш вăйлă пулнă, тет. Альш. Этемре Пукрава укçа нумай ĕнтĕ: тырă сутти укçи, хăяр сутти укçи. N. Çак ялсен кăçал тырă пĕрттех те çук (прямо совсем нет). N. Тырă патне çитрĕмĕр. Ере эрнерен кайса похах троппор (= пăхах тăратпăр). Чхĕйп. Каçхи сылăм ӳкмесен, тырă тĕшши выçă пулат. Юрк. „Тырă вырнă вăхăтра пулат: ывçă, кĕлте, тĕм, карта, çĕмел, сурат, майра-пуçĕ, йăран, ана, ака варри, утрат, пăрусна, ана палли, хăмăл“. || Хлебное зерно, жито. Вишн. 75. Тырра йĕпетсе ăшă çĕре хураççĕ те, вĕсене шӳтерсе шăттараççĕ; вара çавăнтан салат тăваççĕ. N. Ака тырри исе акаймарăм. Не сумел посеять яровых хлебов. N. Тырă акма кайнă чух, çул çинче тырă пĕрчĕкĕ выртнине курсан, тырă аван пулать, теççĕ. Ib. Çула, уя тырă кăлармасăр, кил-хушши е урам шăлсан, теллей пулмаст, тырă пулмаст, тетчĕç. Ib. Уя тырă кăларнă чух çул çинче ырă мар çынна е кушака, йăтта курсан, телей мар, теççĕ (тĕшмĕш). N. Тырринчен улăмĕ хаклă. (Загадка: соты и мед). ЧС. Çынсем çуннă тырăсене пуçтарса сăвăраççĕ. Регули 108. Эп онтан ут илтĕм, тырăпа çӳресшĕн (чтобы возить хлеб). || Полевые работы (хлебопашество). Альш. Тырра вĕсем ялĕ-ялĕпе пĕрле ĕçленĕ.

тив

(тив), трогать. N. Эсĕ (ес) ăна ан тив. Ты его не трогай. Орау. Ай-уй, ан тивех, ӳкетĕп! Чураль-к. Ан тив, Тимоххи! Тивмен çынпа мĕн тăван? (Куршанкă). N. Эсĕ мана сивĕ алпа ан тив (ан тыт). || Касаться. ЧП. Пуçĕ маччана тивет-ĕçке. ТХКА 46. Хамăр йăмра тăррине тивес пекех, кайăк-кăвакалсем аялтанах, карти-картипе ларт! ларт! лартлатса вĕçе-вĕçе карĕç. Альш. Çав тери хытă чупса кайрĕ ĕнтĕ (бежал очень быстро), ури çĕре тивни те курăнмас. Кн. дла чт. 157. Чупа пуçласан, ури çĕре тивмен пекех туйăнать. Ст. Шаймурз. Çĕре тиви-тивми ларать-çке (дерево). Бижб. † Хапхăрсенче лăс хурăн, çĕре тиви-тивми ларат-çке. || Брать (чью-либо вещь). N. Тата çын япалине тивес пулмасть. || Об огне. М.-Яльчики. Асту, кĕпӳне вут ан тивтĕр (как бы не загорелась рубаха). Çамр. Хр. Пушарĕ, сăмакун юхтарнă чух тивнипе тухнă. || Laedere, violare, обижать, оскорблять. Кама 56. Кам кăна? Кам тиврĕ? СПВВ. Чĕрене тивет (оскорбление). || Задевать. Чăв. к. † Çичĕ ют килне кайсассăн, сăмах тивессĕн туйăнать. Бес. чув. 14—15. Магомета урăх тивменни, ытти япаласем çинчен калаçа пуçлани ăна пит кăмăллă пулнă. || Бить. N. Вăл мана тивет! Мана Иван тивет (бьет). || Попадать (о пуле и пр.). N. Сарая тупă етри (снаряд) тивсе çунтарса янă. Скотолеч. 31. Выльăхăн куçĕ тусанпа, тĕтĕмпе, япала тивсен, çӳпĕ кĕрсен, тата шăнсан, пăсăлать. N. Куçĕнчен тивсе, хăлхи патне тухнă. Юрк. Унта пытанса лараканскер, хама тиврĕ-тĕр тесе, хăранипе сиксе тухат та: мана пĕтерчĕç!... мана вĕлерчĕç! тесе, кăшкăра-кăшкăра анаталла чупа пуçлат. N. Пĕрин пуçне кайса тиврĕ вĕт. || Действовать (напр., об угаре), производить действие. Никит. Маччана чут та шаккамаççĕ, шаккасассан, сĕрĕм, шăрш тивекен пулать, теççĕ. ТХКА 6. Çанталăк уяр пулмалла — хĕвел ăшши питĕ ăшшăн тивет вара. Орау. Пĕр курка ĕçсессĕнех пуçа кайса тивет. N. Унăн сăмахĕсем вĕсенĕн чунне тиве пуçланă. || Иметь отношение к..., касаться. N. Çак каланă сăмахсем пире те тивеççĕ. || Доставаться (кому). N. Суяна текех суйнинчен усă тивес çук. Альш. Тивнĕ ку хăнасене хытах: ӳпки юлман кăсен (здорово выпили?). N. Вăл пухнă ылттăн-кĕмĕл таса çынна тивĕ. N. Ертсе çӳрекенине те тивтĕр (= ертсе çӳрекен те пайсăр ан юлтăр, ăна та эпир хывни çиттĕр). N. Кай та, ывăлусене: пĕрне ашшĕн пурлăхĕ тивмелле, тепĕрне нимĕн те тивес çук, те; вăт вара вĕсен иккĕшин те çурмаран пулĕ. Ст. Чек. Ĕрет тиввĕрĕ. Пришла очередь. О сохр. здор. Çав сивĕ (холод) пире пурне те пĕр пек тивет (зимою, т. е. все мы принуждены его переносить). Шурăм-п. Пире сăмах (брань, попреки, выговор) тивет, тесе, эпир те хăвăртрах тепĕр лапалла чӳпрăмăр (на лугах). Юрк. Вĕсенĕн вăл ачи каймалла мар, кĕçĕннине тивет (очередь итти в солдаты). || Прихидиться на долю. Юрк. Мана та мĕн-те-пулин тивет-тĕр? (вероятно, что-нибудь приходится и на мою долю). N. Аçун икĕ ятпа çурпилĕк тиврĕ. N. Вăл ана мана тивет (следует, достанется). N. Калла кайма тивет поль. N. Хурала хыпаланса кайма тиврĕ. Пришлось спешно итти на караул. N. Хуралла уйăхне икĕ рас кайма тивет. || Ударить (о запахе) N. Сохан сăмсая тивет. || Мешать. Сред. Юм. Отнаккă полсан, тивмĕччĕ. Если бы было, не мешало бы (было бы не дурно). N. Ан тив ĕнтĕ. Вĕсен ĕçĕсем те çав кăна. || Постигнуть. N. Сана çын çилли тивсе пĕтерĕ. Ала 88°. Чир-мĕн тивсессĕн, ача-пăча хуйхăрмаçть уншăн, ашшĕ-амăшĕ хуйхăрать. N. Чир тивет, вара тин хамăр тĕллĕн нимĕн тума пултарайманнине пĕлетпĕр. N. Усал ан ту, сана та усал тивмĕ. N. Ытла та йăвăр тивнĕ-мĕн сана. Тебя, оказывается, постигло тяжелое бедствие. || Приходиться (о родстве). N. Ут енчен тивекен хурăнташăмсем. Альш. Лешĕ пире унтан-кунтан хăта тивет. N. Хурăнташ тив, торту тив || Ст. Чек. Ача пăтти параççĕ ăшра тивни-мĕнĕсене, ăшра çинĕ тивнисене. || Вредить. Сунт. Уйри тырă лайăххăн пуç кăларса та ĕлкĕреймен, ăшă тивсе сарăхса кайнă. N. Тăм тивет. Алик. † Вăрăм-вăрăм тияççĕ, пур вăрăма çил тивет. (Солд. п.; смысл: на военную службу берут только лучших, отборных). || Натирать (кожу). Скотолеч. 18. Хăмăт начар пулсан, кăкăрне тивсе шыçтарать. Календ. 1906. Хăмăт е йĕнерчĕк тивсен, выльăхăн мăйĕ-çурăмĕ хăш чух шыçса каять. || Заразить. Якейк. Сăпаççипах сорăхне (овце) чир те тивсе (вилнĕшĕн). || То же, что вит, проникать. Альш. † Тутлă чĕлхене пыл тивмест (вар. витмест), тайла пуçсене хĕç тивмест. || Decere, ороrtere. || N. Уншăн вĕсене ырă сунма тивет-и?

Тимĕрçен

назв. селения в б. Верхне-Тимерсянской в., Симб. у. СТИК. Тимĕрçен, вырăсла — Тимерсяны (т. е. Средние-Тимерсяны). Тимĕрçен икĕ пая уйăрăлать: пĕр пайĕ Анатри Тимĕрçен, теççĕ, тепĕрне Кив-ял, теççĕ. Тимĕрçен Чĕмпĕртен аллă пилĕк çухрăмра. Юрк. Тимĕрçен чăвашĕсем мăкшăсенчен пулса кайнă чăвашсем, теççĕ. Çӳлти тимĕрçенсене ытти чăвашсем „Ирçелĕ“ теççĕ, мăкшăлă тенĕ сăмаха. Н. Тим. Пирĕн яла хамăр ялсем Тимĕрçен (Нижние Тимерсяны) теççĕ, таврари ялсем Анатри-ял теççĕ.

тимĕрчĕ

(т’имэ̆рџэ̆), кузнец. В. Олг. Письмянка. Тимĕрчĕ („ч“ чит. как русское ч), кузнец. Б. Яныши. Хамăр тимĕрчĕ Антон тĕлне йăмрасам айне кĕрсе лартăмăр. N. Вутта каяс вăхăт çитсе пынă чох çынсам çавасам топтаттарма тимĕрчĕсем патне çӳреççĕ.

тин

(тин’, т’ин’), только. Кан. 7 çынна пăхсан, тик ку ĕçе юрăхлине тупрĕç. || Только что. Янтик. Тин килтĕм эпĕ. Ib. Тин килнĕ эпĕ! Только что я пришел. N. Сӳнтерме пынă çынсем тин саланса пĕтейнĕ (только что успели разойтись). N. Тин вут хутса çунтарайнă (успели истопить). Кăмаки мăрйине те хупман, тет. Череп. Эпĕ тин кăна çирĕм. Я только что поела. Тогаево. Ăна вара е кăвакал, е хор, е тин çоралнă путек пусса панă, тет. N. Сирĕн патăрта ыраш вырса пĕтн(ĕ)-и? — Тин (только что) пуçлаççĕ, тет. N. Куçĕ йосанас çок тин вăл çыннăн. Итла шотсăр осалччĕ те ахаль те хăва та (уж больно и сам-то он был негодяй). Тин эпĕ унтан хăтăлтăм ĕнтĕ. Сред. Юм. Тин сунă сĕт хăйми тăрăлмас, ô сĕт тутлăрах пôлать. Янш.-Норв. Тин çуралнă ача пек (как новорожденный). Тюрл. Тин троть. Только сейчас встает. || Не ранее, как только... N. Тăват çултан малалла тин астума пуçлаççĕ. N. Ваççа тăват çултан тин утса çӳрекен пулчĕ. N. Вăл çак сăмахсене сана калама виçĕм-кунах каларĕ, паян тин аса килчĕ. Курм. Хамăр киле çитсен, ĕнесем пăртак тăрсан тин пычĕç. N. Вара тин çиме пуçлаççĕ, тет, пăттине. || Только теперь. Янтик. † Эпирех килтĕмĕр — кил тулчĕ, çак хăтанăн кăмăл тин тулчĕ. Орау. Халь тин ĕнтĕ... Çурçĕр çитет пуль (теперь уж поздно итти). Регули 1233. Тин вăхăтра килтĕн. Тин анчах кайрĕ. Халь анчах çырса ячĕ. || Только тогда. Истор. Турккăсем тин лăпланнă. ЧС. Çапла вара вĕсем пĕр-пĕрне улталаса пĕр-пĕринчен кулма та пăрахрĕç, тет те, тинех чипер ĕçлесе пурăна пуçларĕç, тет. || Лишь потом. СЧЧ. Эпир пăртак ларăпăр-ларăпăр та, вара тин кĕрĕпĕр (а потом уж и войдем). || Теперь уже, вот теперь-то. N. Пирĕн ăна çĕнтересси пулмасть пуль халь тин. Сунч. † Пирĕн те инкен пулă кукăль, касать-касать — касаймасть. Тин кассассăн, çияс çук. N. Пирĕн те инкен пулă кукли, касать-касать, касаймасть; тин касса илсен, çияс çук. Бгтр. Ĕнтĕ тин хуса çитес çок она. Теперь уж его не догонишь. Истор. Çавăнтан кайран Шуйскисем пурте лăпах пулнă; патша вĕсене, тинех тавăра пуçланă. ЙФН. † Пуп кушакĕ юс тытат, Тени тус! Юс тытин те юрас çук, тин юрасси пулас çук, Тени тус! N. Кунта тин ĕмĕр ирттĕр пуль! Вот наверное, здесь-то конец моей жизниI N. Ĕнтĕ пурте: тинех пĕтрĕ-мĕр! тесе, шухăшланă. Шерче-к. Эпĕ: ах, пĕтрĕм ĕнтĕ тинех! тесе, хыпкаланма пуçларăм. ЧС. Анне мана: ĕнтĕ тинех пĕтетĕн! тесе, пушшех ятлаçа пуçларĕ. || Вот уже теперь. КАЯ. Кĕсем тин пĕлчĕç ĕнтĕ, тесе, эпĕ хăраса кайрăм. || Наконец-то. Хочехмат. Хайхи Йăван ярса илсе те калать: сана тин тытрăм, ямастăп. КС. Тинех вăл кил-ăшчикки лăпланчĕ. N. Лешсем каялла пăрахса кайсан, кусем пит савăннă: тинех хăтăлтăмăр пулĕ ĕнтĕ, тенĕ. Юрк. Хайхине тин епле çырма кирлине вĕрентрĕм. || Недавно. Альш. Тин пĕчĕкçĕччĕ, — хăçан çитĕнчĕ?... Авланчĕ те! Недавно был маленьким,— когда же он вырос?... уж успел и жениться!. Череп. Тин кăна, недавно. См. анчах. || Впервые. Изамб. Т. Эсĕ ăна тин куртăн-а? Ты его (такой огонь) видишь (увидал) впервые? Трхбл. Эп кунта тин кăна мар вĕт. Я ведь здесь не впервые. N. Тин кĕтĕм-ха. Я искупался впервые (сейчас). || Не иначе, как только... Кан. Кĕркурирен сут урлă тин шыраса илчĕ. || Более. Актай. Упăшки куна (ей): ĕнтĕ сана тин шанас çук (больше тебе веры нет, ты ненадежна). Алик. † Апай, çăкăр пĕçерет пуль. Пиççĕр-пиççĕр, сивĕнч пуль; тин çиясси пулмарĕ пуль. (Солд. п.). ЧС. Пăхса юлăр (посмотрите на него в последний раз), ачамсем, ĕнтĕ ăна (покойника) тин курас çук! Хастарăх 31. Тин пулас çук. Ib. З1. Тинех киввине пуç тайса тăмăп. N. Эпир пысăкланса ватăлнисем тин çыру вĕренеймĕпĕр: пирĕн вăл вăхăт иртсе кайрĕ ĕнтĕ, теççĕ. В. Олг. Тин хытмаст полĕ пашалуйĕ (больше: теперь уж не станет черстветь). ТХКА 57. Утмăлтан иртеп ĕнтĕ, халь тин ăс кĕрес çӳк пуль мана. || N. Эпĕ военнăй команда каймарăм, тин ватлăхра йăвăр терĕм.

типĕ

(тибэ̆, т’ибэ̆, Пшкрт: тиβэ̆), сухой. О сохр. здор. Эпир хамăр тире, вăл типĕ тарламан чухне сăтăрса пăхсан, пирĕн пурнесем айĕнче чăмăркка япаласем те пулмаççĕ. N. Иван корнă ĕни картара типĕ олăм çинине. Альш. Вăтакас ĕлĕкех типĕ кас пулна вăл, теççĕ (его не заливало водою). Янгильд. Ортемей куçран çĕтрĕ. Онччен те полмин эпĕ типĕ çырмана кĕрсе ӳкрĕм. || Страдающий от недостатка в пище. N. Юрварсăр ан пурăнăр, пĕр сысна илсе пус, типĕ ан пурăнăр. Чертаг. Яльчик. Типĕ порăнатпăр. || Sine feminis. N. Типех пурнатпăр. || Суша, сухое место. Ядр. † Çут-кӳлĕре шур пулă, типпе юлас сасси пур. Янш.-Норв. Типпе хăварса пул тытатпăр. ПМП. Типĕпе çӳрекенсем (путешествующие по суше). || Сухое. N. Унта вара эрнипах çумăр çурĕ, пĕр типпи те юлмарĕ. || Засуха. || Пост. ЧС. Чăнах та аслă типпĕн малтанхи эрнинче юнкун (в среду) вилчĕ. N. Ни типпи-йĕпине пĕлмесĕр (не зная ни поста, ни мясоеда), ĕçкĕ-çикĕпе ашкăнса пурăнать (пирует во всю). Регули 1206. Çак типĕ иртнĕ çĕре (к концу этого поста) килет. Ib. 1213. Вăл типпе кĕрсенех (в самом начале поста) кисеччĕ (приходил) конта. Ib. 1225. Типĕ пĕтерсен кайăпăр. В. Олг. Типĕре, в посте. Б. Олг. Çуарни пĕтеретпĕр, типпе тохатпăр. Собр. Яланах çăварни мар, типĕ те килет, теççĕ. (Послов.). СТИК. Типпе кĕрсен, по наступлении поста. Изамб. Т. Типпе кĕнĕ кун, заговенье. Ib. Типĕ тухнă кун, разговенье. Сред. Юм. Типпе кĕнĕ. Начался пост. N. Типпе кĕни (= ӳтрен тухни). N. Типпе тухсан, когда начинается (начался) пост. || Постный. Ib. Типĕ апатпа ăш выртмаçть (не наешься). КС. Пĕçермелли нимĕн те пулмарĕ те, типĕ апатах лартса ятăм. || В см. наречия. Орау. Çулла çупа пурăнать, хĕлле типĕ. || Тощий, худой. Пшкрт. В. Олг. Типĕ (çын) — тошча, тощий. || Напрасно. Начерт. 166

типтерсĕрлĕх

неаккуратность. N. Унтан тата вут-кăвар тухасси хамăр типтерсĕрлĕхрен те килет.

ту

делать, сделать. См. тăв. Регули 1439. Паян те тăвас, те тăвас мар. ГТТ. Хăйне хай нимĕн тăваймас. КС. Эпир иксĕмĕр тем те тăвăттамăрччĕ-çке те. Еще бы, мы с тобой чего бы не сделали. Кан. Конюхне кӳлтерсе лаша çине лармасăр хăй ĕçĕпе те вăл çĕр утăм тумасть. N. Ун пек çынсем, хам тӳрĕ пулсан та: туса паман-и? пулăшман-и? теççĕ. N. Мана мухтамалла турĕç. Вишн. 72. Çав шыв çулĕ пĕр-пĕр çырмаран, е туран юхса тухĕччĕ, анчах эпир пусă алтса унăн çулне татса, шывне алтнă пусă ăшне пухăнакан тăватпăр. Кан. 3840 кублă метр туса пĕтермен япала (полуфабрикат). Регули 1049. Эп она поян турăм, вăл поян полчĕ. Чăв. й. пур. 26°. Вăл каланă: мĕн тăваççĕ манпа? тенĕ. Вишн. 68. Çапла ĕнтĕ пирĕн кунсерен хамăр ăша е сакăр, е вунă кĕрепенке шыв кӳртмелле. Апла тумасан, пирĕн ӳт туртăнса каять. N. Кĕлеткенне куçне лайăх туман. Глаза у портрета не вышли. Сред. Юм. Ырлăх туни шырлăх туниех мар-ха ô. Если добро сделал — это не то, что худо сделал. Изванк. Мĕн тăвас? Нимĕн тума та çук, хайхи Микул карчăкне (йомзе) пуççапас пулчĕ (пришлось ее просить). N. Мĕн тăва пĕлес манăн? В. С. Разум. КЧП. Ма ута каç яратăр, çухалсан мĕн тăвăр-ха вара (что будете делать)? Регули 49. Хам тумаллине сана патăм. N. Конта мĕн туса тăратăн. || Работать, делать, производить. Орау. Эпĕ аттене сакăр çул кăмака çинче вырттартăм. Кăмака çинче выртнă çĕрте: туни ман, туманни сирĕн, тетчĕ. Регули 580. Тусан порте пулать. Ib. 1258. Ашшĕ пек тумасть, япалана ялан орăх тĕслĕ тăвать. Ib. 670. Çак çын, çакне тăваканĕ вилсе; çакна тăвакан çын вилсе. Ib. 217. Сирĕн тăвакан пор. Ib. 328. Çав çын конта корăнмасть, çак япалана тăваканĕ. Ib. 829. Эп пĕлетĕп çав çынна, çак япалана тăвакан çынна эп пĕлетĕп. Ib. З2. Тумалла пулсан килĕ вăл. Ib. 52. Ĕç тумаллинчен окçа исе поли? Ib. 1503. Эп сана çĕмĕрме (çемĕрмешкĕн) туса патăм-и? Ib. 341. Кăна эп туса. Ib. 1543. Эп тусаттăмччĕ те, йорал полмарĕ. СТИК. Туса-туса, авантарах ту. Раз принялся, сделай как следует. || Альш. † Пятам-пянам килне хăна пулăр: тунă хурçă пулмин те, çăкăрĕ пур. Ib. † Кĕтнĕ хăни эпир-мĕн! пиçнĕ яшки пире-мĕн! тунă хурçи сире-мĕн! || Строить. Юрк. Пурăнма çурт туса хурат. Ib. Çĕнĕ çурт туса пама та шухăшлат. Ib. Чул çуртсем тума пĕлнĕ (умели). Ib. Ялсем, хуласем туса (aedificando). || Выращивать. Ашшĕ-амăшне. Вăл темĕн чухлĕ çĕр тара илсе тырă акса, тĕрлĕ пахча çимĕçĕсем туса пурăннă. О сохр. здор. Халĕ кирек ăçта кайсан та, купăста пит тăваççĕ. Альш. Темĕн чухлĕ хăяр туса, темĕн чухлĕ хăяр сутнă. || Выделывать. Сред. Юм. Покан орине çавăрса тунă (о точеных ножках стула). Чем люди живы. Туман тиртен пулсан та, кĕрĕк — кĕрĕкех. || Мочь, быть в состоянни. Регули 701. Тумалла çын вăл; вăл кона тумалла. Ib. 35. Тумалли çынĕ пур унта. Ib. Кона тумалли çын кайса. Ib. 689. Тăвасси çын çавă. || Трогать, задевать. N. Мĕн тăватăн эс унпа? Что ты там трогаешь? || Творить, создавать. К.-Кушки. Эпĕ вĕçен-кайăк (хут çĕлен) тăвап та, çӳлелле вĕçтерсе ярап. Я устрою птицу (бумажный змей) и пущу ее по воздуху. Юрк. Туса пĕтерсен: епле пур япалине те аван турăм-ши, тесе, шухăшласа пăхкала пуçланă. || Сшить, связать. Янш.-Норв. Кăçал хăй валли виçĕ кĕпе, арçын кĕпи виççĕ, тата хĕрлĕ йĕм иккĕ турĕ (сшила). Дик. леб 43. Вăл çипрен çиелтен тăхăнмалли вăрăм çанăлă вунпĕр кĕпе çыхса ту. || Обрабатывать, производить. В. Олг. Онăн çĕр пор: тырă туат, вутă туат. || Скосить и убрать (сено). N. Утă турăр-а? N. Утă мĕл(л)е турăн? Как ты убрал сено? Календ. Тепĕр çулне çулчĕç, тет те, темĕн чухлĕ утă турĕç, тет. || Сбивать (масло). Урмаево. Хăш куршак сĕтне чăкăт турĕ, тет, хăш куршак сĕтне услам çу турĕ. || Устраивать. К.-Кушки. Пирĕн апата кунта çимелле тумалла. Нам надо устроить так, чтобы обедать здесь. Альш. Ваттисем хăнана кайсан, килте çамрăксем уллах тăваççĕ. Юрк. Пус та туса памарĕ! И колодца не устроил (не нанял вырыть). N. Аннене аван пурăнмалла тăвăр, вăл пире ӳстерчĕ аван. N. Ука тăвăр (складчина?). Нижар. Çак хăтан ĕçкине, такçан та туман ĕçке, килсе курас терĕмĕр. || Совершать. N. Кĕл-туса çӳреççи вĕсем? — йăли анчах. || Составлять. N. Тата сире чăвашла словар тунă теççĕ. Çав словаре, тата ытти хăвăр тунă кĕнекесене мана ярсан, эпĕ уншăн калама çук савăнăттăмччĕ. || Производить. N. Унтан провăд сыпнă тĕлсене изоляци туса тухрĕç. || Варить (пиво и пр.). N. Сăра турăмăр, ака яшки тăватпăр. || Гнать (самогонку). N. Кăмăшка тунă. || Печь, приготовлять. N. Çимĕк иртсенех вырăс эрни кунĕ ирхине теçетниксем кашни килĕрен: ӳчӳк пашалăвĕ тăвăр! тесе, хăваласа çӳреççĕ. || Родить. ГТТ. Ача тăваймасăр вилекен те пур (случается, что и умирают). Буин. Ача туман арăм (чирпе пăсăлнă арăм) хурланать. Упăшки пит пăшăрханать. N. Тата йинке ача турĕ. N. Ача тума тытăннă. У нее приблизились роды. Ст. Чек. Хĕр туни, ывăл туни? || О животных: отелиться, ожеребиться и пр. Скотолеч. 28. Ĕне темĕн чухлĕ лайăх пулсан та, пĕтĕ чухне начар çитерсен, тĕреклĕ пăру тăваймĕ. Чаду-к. Сысна тăвать вуникĕ çура, сутатăп, укçипе пĕр кĕсре илетĕп, вăл кĕсре кашнă çул тьыха тăвать. НТЧ. Çакă ĕнене сĕтлĕ-çуллă ту, кашни çул пăру тумалăхне пар. (Моленье ĕне ырри). || Приносить плод. Баран. 102. Çапла (например), шĕшкĕ çулсерен чечеке ларса темиçе çулччен мăйăр туса тăрăть (приносит орехи). ПВЧ 123. Укушка умĕнчи улмаççи, улма тумасть-мĕн усси? N. Картара омлаççисем омла туса-и, туман-и? Якейк. † Ати карти пилешлĕх, пилеш туман торат çок. Ib. † Ати карти — сат карти, оммине тумаçть — мĕн осси? Шинар-п. Вăрманта çулла шĕшкĕсем мыйăр тăваççĕ, тата юмансем йĕкел тăваççĕ. В. Олг. Омла ту (о яблоке), тьыха ту, пăру ту, потяк ту и т. д. || О новом месяце. N. Çĕнĕ уйăх тунă. Нюш-к. Пирĕн уйăх туни виç кун çитрĕ, уйăх туни ик эрне ĕнтĕ, уйăх тусан çăмăр çăвмалла, теççĕ. || Coire cum fem. Буин. и др. || Совершить что-либо. Тораево. Карчăк тухнă, тет те, хăвалама (преследовать) тапратнă, тет; курчĕ, тет те, кăшкăрма тапратăрĕ, тет: турăн мана, çука юлмала турăн пĕтертĕн (погубила ты меня?) тесе кăшкăрат, тет. || Справлять, праздновать. Юрк. Атьăр халĕ паян, аслă уяв туса, пĕрер курка ĕçсе пăхар, тесе чĕнет. N. Сорхори контах турăмăр. N. Эпĕ килтех çăварни турăм. ЧС. Пирĕн таврара сĕрене мункун икĕ кун тусассăн виççĕмĕш кунĕнче, кăнтăрла иртсен, каяççĕ те, тепĕр ирччен çаплах çӳреççĕ. Абаш. Ачасене çимĕк тума (çăварни, сорхори тума) яраççĕ. || Почитать. N. Аттене атте тăвас, хунчăкама хунчăка тăвас. Лайăхрах пăхса ярас. || Приносить в жертву. N. Сан ачу йĕрĕхрен, сана вăл пĕр така тумасăр та каçарас çук, тет. || Наговорить, заговорить. Альш. Çын туса панинчен вĕрес. N. Тухатмăш тума пĕлекен çын курайман çынна час-часах пĕтерсе хурать. Май килсен е хăйне, е лашине, тата ытти япаласене те туса парат. Кан. Ну, карчăк, ан куллян! Куç турăмăр! тесе çухăрса ятăм. || Совершать обряд. N. Пирĕн ялта кашни çул чӳк тăватчĕç (совершали „чӳк“). || Уговаривать. Ала 2. Çапла туса-туса çӳреме вĕрентсе пулĕ-и, тесе, ĕмĕтленетĕп (надеюсь, но не знаю, удастся ли). || Выдвигать. Альш. Çынна мĕн тăвин — чĕлхе тăват. Главное для человека — уменье говорить. || Выставлять, выхвалять. Альш. Ялан та хăйсенне авантарах туса калаçаççĕ (выставляют с хорошей стороны). || Приставлять (к чему). Янтик. Хăлхине çтена çумне турĕ те, тем илтелерĕ. || Превратить, привести. Орау. Эпĕ ăна питне-куçне чĕп-чĕрĕ юн тăвăп.— Турăн, вилним вăл, сана чĕп-чĕр юн пуличченех хĕнеттерме, ай кăшкăрма çăварĕ çук-и? ТХКА 94. Тытса чарми лашине çапса утми турăмăр. Регули 1056. Шорăран хора полчĕ, пусăкран пĕчĕккĕ турăм. Ала 12. Эпĕ сана хĕпĕртемĕлле тăвăп, а лешне, асту, хурланмалла тăвăп. || Повернуть (к чему). Емелкке-Т. Хăлхăна ман енне туса тăр. Стой ко мне ухом. Ib. Питне ман енне ту. Повернись лицом ко мне. Ib. Çурăмна ман енне ту. Çĕнтерчĕ. Çурăмне кантăк патнелле туса сĕтел хушшине чăлха çыхма кĕрсе ларать. ТХКА 49. Ачасем, ак çапла. Кашкăрсем тапăнсан, виçсĕмĕр те пĕрле, çурăма, ĕнсене пĕр-пĕрин енелле туса тăмалла. Кашкăрсем пире хыçалтан, ĕнсерен ярса илсе туламалла ан пултăр. || Уложить. N. Пырсассăн, пурттине е кусарне юхакан шыв çине çивĕччине çырма пуçнелле туса пăрахаççĕ. || Наладить, устроить. N. Вĕсене куçнă чух пулăшас пулать, вĕсем хăйсем вăйĕпе анчах пурăнăç тăваймĕç! Кан. Мĕнле те пулин пирĕн пата та кино уйăхра пĕрре çитсе тăракан тăвасчĕ. || Изменить что-либо. N. Килнисене кӳрт, нимĕн те тума памăпăр вĕсене, тенĕ. || Решить, принять решение, присудить. В. С. Разум. КЧП. Шемекке (Шемяка) чула курать те: укçа пулĕ, тесе, хĕпĕртет. Çавăнпа Шемекке чухăн енелле тăвать, утне чухăна парать, хӳри ӳссе çитиччен; курпуна кĕпер çинчен чухăн çине сикмелле тăвать. К.-Кушки. Хулана кайма турĕç. Решили итти в город. Альш. Канаш туса хатĕрленеççĕ. Юрк. Пама тумаççĕ. Не решаются выдать (замуж). Ib. Апла пулсан, сирĕн сăмахра итлесе, унта кĕме (поступить) тăвам. Ib. Ĕлĕк тепĕрне илесшĕнччĕ; вăл пымарĕ, тепĕр çынна качча кайма тунă иккен, эпĕ ăна пĕлмесеттĕм. N. Вĕсемпе вăрçма туман. С ними не решили сразиться. Орау. Эпир паян пурсăмăр та киле кайма турăмăр. Якейк. Паянтан малашне ун пек калаçмалла мар турăмăр. Демид. Кăсем кунта ларма тумаççĕ: кунта пысăк шыв, ачасем шыва кайса пĕтĕç, теççĕ. Юрк. Унтан ĕлĕктерех тепĕрне çураçма тусаттăм, вăл тата ĕлĕк хăй савнине сăмах пĕтернĕ пирки пыма тумарĕ. Ала З. Çавна каласан, хĕрне кăлармалла тунă, тет. N. Çавăншăн вĕсем ăна пухăва хăйне чĕнтерме тунă. N. Кӳртме турĕç. N. Ăна сут пилĕк тенкĕ штрав турĕ. || Предназначать. N. Мĕншĕн çак куна курмалла тунă-ши? || Наживать (имущество, деньги). Орау. Эпĕ турăм, вăсам та манран ан юлччăр, çавăн пекех туччăр. Юрк. Каскалама кайса çӳресе укçа тăват. Б. Олг. Пасара антарнă япалая сотас полат, окçа туас полат. Ст. Ганьк. † Ик сар-кайăк эпĕ тытрăм, ик-çĕр манит тумашкăн. Юрк. Ку, пĕр çав ĕçе пĕлсен, ыттисем кĕрешме хăранине курсан, çынсем умĕнче; эпĕ кĕрешетĕп, тет те, 25 тенкĕ, лаша сутса тунă укçине, çĕре кăларса пăрахат. Ib. Çав пуçтарса тунă укçасенчен... N. Хăш чухне юрлă арăмĕн юлашки тенкисене саклата хурать те, пуян валли эрех илме укçа туса каять. || Сделать наклад. N. Хусана килсе хама таккулăхах пилĕк тенкĕ туса каяп (израсходовал без пользы). || Относить к чему. ГТТ. Кунтисем çинчен çырнă çырăвăмра эпĕ кунтисене вир-ялсенчен пайтах уйрăм халăх туса çыртăм. || Капк. А мĕн тăватпăр мĕншĕн хупнипе? А зачем вам знать, почему она закрыта. Регули 53. Он каймалипе мĕн тăвас пирĕн. || С подражательными словами — издавать, производить. Альш. † Чĕнтерлĕ те кĕперсем чăлт та тумасть, йĕс таканлă утсем каçмасан. N. † Виç кĕпер те хут кĕпер, епир каçса килнĕ чух, кăптăр-каптăр тăва юлчĕ.|| С предшествующей частицей „пек“ — делать вид, притворяться. N. Çул çинче тилĕ вилнĕ пек туса выртать, тет. Бес. чув. 2. Лаша унта кăшт çăмăлтарах пулмĕ-ши, тесе, çул аяккинелле туртса пăхам пек турĕ. Юрк. Вĕсенĕн килĕ-çурчĕсене хăне сутнă туса хут çыртаратчĕ. Альш. Юратат ăна (его) вăл, сăмах шанат, пĕрлĕ ĕçнĕ-çинĕ те тăват унпа. N. Азов хулине иртсе кайнă пек туса (притворившись), тӳрем çĕрелле пынă. Юрк. Вăл каллех, тусĕ хăйĕнчен кулат пулĕ тесе шухăшласа: эй, пире юрат-çке, тет, хăйĕнчен хăй ирĕксĕр кулăш пек туса. || Быть принятым. N. Сат картинчи сарă омлине ме татмала тунă-ши (принято срывать)? || Употребл. в соедин. с причастием наст.-прош. времени: ӳкекен ту, ыратакан ту. || Употребл. в чувашизмах. Альш. Вăл епле пурăннине те, калаçнине те итлесе тусах ларман çав эпир. Янтик. † Чатăр картăм улăха, типтĕр, терĕм, хĕвелте, типмерĕ те тумарĕ. ЧС. Вăл вилес-тусан, епле пурăнăпăр-ши, тенĕ амăшĕ чирлĕ чух. N. Ку хирте тырра лайăх ӳстерекен çемçе тăпрана юхтарса кайнă анасем çаралса юлчĕç.— Мĕн тăвассу пур, теççĕ, тыррăна çапах акас пулать. N. Тунăлăху-мĕнӳ!.. Ты ничего не можешь делать (не способен). ГТТ. Куçарас-тăвас тĕлĕшрен ниçтах та юрăхсăрах тунă-хунă мана (нашли меня плохим переводчиком). П. И. Орл. Çапла... Çакăн чул-ха пĕлни-туни (пока узнал только это). Альш. Сĕтел çитти сарăлмас та, тумас та, тет. Торп-к. † Ытармалла мар сана, тытрăм-турăм тотине. || Выращивать. Эпир çур. çĕршыв 14. Эсир çимĕç пахчинче мĕн лартса тăватăр. N. Акса ту, лартса ту. || Ачач. 83. Пилĕкне явса тунă пиçиххи çыхнă.

туянтар

(-дар), понуд. ф. от туян; снабжать. N. Мĕн шыраса çӳретĕр эсир? Кунта сирĕн валли юрăхлă лаша тупаймăр, атя хам патма, хам туянтарса ярăп сире. Альш. Качаки темĕн чухлĕ ылттăн туянтарнă кĕсене. Якейк. Туянтартăм, продал, подарил. Ib. Хăтая лаша туянтартăм тăк туянтартăм, онашкал лаша хамăр ялта çок (нашел ему замечательную лошадь). || Побить, надавать, нахлобучить. КС. Çынна хĕнесессĕн: ăна паян лайăх туянтарчĕç, тиççĕ. Янтик. Хытă туянтарса ячĕç лешне. Здорово нахлобучили ему. КС. Ăна инсе шăмми туянтарас пулать-ха (ударить по затылку), тенĕ.

тултар

(тулдар), наполнять. Орау. Туллиях тултартăн-и? — Çурри ытларах.— Туллиях тултарас пулать. СТИК. Ĕне мĕн пурăннăçем сĕтне хăпартат, малтанах куркана та тултараймасчĕ, халĕ çак витрене тултарса пырать (чуть не полно дает в это ведро). Сунт. Кун каçиччен çĕр çын ытла кĕрсе тухать те, урайне пĕтĕмпех тултарса хăвараççĕ (сорят). N. † Аттен пӳрчĕ пусăк пӳрт, хамăр килсе толтартăмăр. Ст. Чек. Сĕтел тулли ĕçкĕ-çикĕ тултарса лартнă. N. Темскерпе тултарнах паян ман пуç (тяжесть в голове). || В перен. знач. ПВЧ 90. Атти пӳрчĕ, ай, аслă пӳрт, тултариччен, ай, юрлам-и, тулса çитсен, тухам-и? N. Ати пӳрчĕ шурă пӳрт, янрать, янрать, янримасть, эпĕ юрлам янрамала, тултариччен юрлам-и? Ачач 68. Таврăнасса каллех ăшчиккине тултарса таврăнчĕ. || Насыпать полно, доверху. Кан. Авăртма пынă çынсен çăнăхне вăрттăн тултарать. || Довесить. Толст. Ашне начаррине панă, тет, çитменнине тата виçине те тултарман, тет. || Завалить. ТХКА 41. Хура кĕсрене шăтăка йăвантарса ятăмăр. Çăхансем кăранклатса вĕçсе çӳреççĕ. Кĕсре çине тăпра тултартăмăр. || Набивать. О сохр. здор. Пысăк шăтăк алтса, тĕпне те, пур аяккисене те тăм тултарса, питĕ хытă таптаса пирчетес пулать. || Наливать. Альш. Лешĕ пĕр çăпала сĕт илет тултарса, сапат кăна хырăмĕнчен. СТИК. Стайккари шыва тултарах тăратпăр (никогда пустой не стоит). Ib. Çула пирĕн, пахчари çимĕçсене сапма тесе, пусăри шыва стайккапа тултарса хĕвел çинче ăшăтаççĕ, çав шыва вара кирек ăста та тыткалатăн, мĕн чакнă, ăна çĕнĕрен тултаратăн, çавна вара çапла калаççĕ. || Надувать (о снеге). N. Пирĕн кил-карти çумне юр пит тултарчĕ-и? Тултарнă пулсан, лепе уçкалăр-ши? N. Ĕнер питĕ нумай юр тултарса хунă. N. Юп хушшине юр тултарнă. || Выплатить сполна. Сред. Юм. Аллă тенкĕ холăм толтарнă. Пятьдесят рублей калыму сполна выплатили. Юрк. Вăл укçисене хулăн укçи тултарма тесе параççĕ. || Вымнеть (близка к растелу). N. Кĕсрӳ пит тултарчĕ ĕнтĕ. К.-Кушки. Пирĕн ĕне тапратса тултарчĕ ĕнтĕ, час пăрулат пулмалла. || Удовлетворять. КАЯ. Эпир, айван ывăл-хĕрсем, ним пĕлмесĕр ĕлĕк сурăм киремĕтне тултармасăр çапла пултăмăр пулĕ. (Из моленья киремети). || Выложить (о дровах). N. Вутă тултараймарĕç виçĕ аршăна. || Исполниться (о возрасте). N. Хĕнпе ӳссе хĕр пултăм, вунçич çула тултартăм. Ачач 22. Тимуш пуçĕнче тата, ӳссе пысăклансассăн та манмалла марскер, çав хăй вуниккĕ тултарачченхи вăхăтран тепĕр самант пит çирĕппĕн ларса юлнă. N. Виçĕ çул тултарсан, килĕп курмашкăн. || В качестве вспомогательного глагола. Алик. † Эпир сӳрес сӳрине чăхсам айне лартрĕç те, чăхсам сысса тултарчĕç. (Солд. п.). N. Халĕ те ярса тултарман-и-ха? Панклеи. Потран татса толтарсан (когда нарвали борщовник), арăмсам киле тавăрнчĕç. Изванк. Тул çутăлсан, икĕ урапа кӳлчĕç те, лашасем тавра пĕтĕмпех пирсем çакса тултарчĕç, килкеписене те пирсенченех турĕç. (Похороны). Б. Яныши. Старик пулă нумай тытса тултарчĕ, тет те, киле таврăнать, тет. Чураль-к. † Эпир каяс çул çине йĕтĕн акса тултарнă; эпир илес сар хĕрсене елек парса пĕтернĕ. N. Касса кĕрсе пӳрте йĕри-тавра йывăçсем лартса тултаратпăр. Унтан çулса кĕрсе урайне пĕтĕмпе курăк сарса тултаратпăр. N. Ĕçсе тултараççĕ те, çапăçма тытăнаççĕ.

том

(том), дом. Б. Олг. Каран пер шохăшларăмăр (задумали) мочи панчен орльма. Орльтăмăр, хамăр тома тохрăмăр. Ib. Килчĕ конта, Тотаркассине, том лартнă çырма хĕррине. N. Пичи хĕрĕ том шырать, ойăрса пама килирăн-и эсĕ. Шорк. Том, дом. (употребляется обыкновенно, когда говорят про городские дома: „онăн холара том пор“). N. Анчах тумсене салантăмăр (разошлись по домам). Синерь. Авиçа: унта пĕр пăхăр тум курăнать, тесе калать, тет. Ăмăрт кайăк калать, тет: çав пирĕн акайсем. Никит. Ати тумĕ сала пак. Чебаево. Пирĕн ял пысăк мар, унта çирĕм пиллĕк тум анчах.

турткаларĕшĕ

(-рэ̆жэ̆), манера возить. N. Çав лашан турткаларĕшĕ питĕ начар. Вăл лашан турткаларĕшĕ мĕнле-ши? Турткалаш, дергаться, упираться, возиться, неспокойно стоять, сидеть. ЧС. Салатнă чухне (во время раздачи съестного) пĕри те, тепри те: мана сахал, тесе, турткалашма тапратаççĕ. Ск. и пред. чув. 40. Вăрçаççĕ, турткалашаççĕ. Орау. Яр-ха, ан турткалаш. Изамб. Т. Ан та турткалаш, кĕрейместĕп, вăхăт çук. (Гов. человек, которого тащат в гости). Кама 72. Ан турткалашăр. Эпĕр хамăр та пыратпăр. || Подергиваться (о сидьных бодезненных приступах). N. Тăхлач вилес пекех выртать, сăмах хушайми пулнă, турткалашса выртать. Кан. Çынни ӳкет, кăçкăрать, унтан чĕтреме, турткалашма, тапкалама пуçлать, пичĕ-куçĕ улшăнать. Йăвăррăн сывлать. || Колебаться. Пазух. Хăвăрта шухăш пулмасан, çын вăрласран ан хăрăр; хăвăрта шухăш пулсассăн, турткалашса ан тăрăр.

турта

, торта, (турда, торда), оглобли. N. Урапа турти ваннă та, турта илтĕм. К.-Кушки. Туртасене çуна çумĕнчен сӳтсе ил. Выверни оглобли из саней. Ib. Çунана турта пăр. Вверни оглоблю. Изамб. Т. Малти тĕнĕле икĕ турта тăхăнтараççĕ. Б. Нигыши. † Тимĕр çуна кăмăлне хура турта хутăмăр. ПВЧ 79. Хорнтан торта хорăттăм, хоппине те сӳмĕттĕм. N. Турта лартни. Шорк. Çона тортине аран пăрса лартрĕ. Ib. Çона тортине сивĕре, пĕр шăнса ларсан, сӳтсе кăлармалла та мар. Ib. Орапа торти шăтăкĕ пĕчĕккĕрех полнă та, аран кӳртсе лартрăм. Ib. Тенел çине смала толса ларнă та, тортине аран кăларса илтĕм. Урмаево. † Çакă туя килмессе турта вĕçне карт картнăч, ати татса пăрахнă, астумасăр килтĕмĕр. Янтик. † Турта тулли тур лаша, туртса кӳлтĕм туртана. Якейк. Торта толли кӳлсе савăнмалăх. Сĕт-к. Торта толли тор лаши, торта тăрăх мĕн пăхан? ĕлĕкхи тантăш çак тетни? Ĕлĕкхи тантăш çор çона, эпĕр хамăр пĕр çона. || В перен. см. Ст. Чек. Турти кĕске, тапат (гов. о вспыльчивом). Н. Седяк. Çирĕк турта вăл, кĕрĕкне час тавăрса тăхăнать (çак сăмахсене час çиленекен çын çинчен калаççĕ). Сред. Юм. Час çиленекен çынна: торти кĕске, теççĕ. Ib. Тортаран тохать. Не может говорить на одну тему. П.-Пинерь. Хăш çыннăн турти кĕске. (Послов.). Собр. Айван çыннă(н) турти кĕске, теççĕ. СТИК. Час çиленекен çынна: туртисем кĕске, теççĕ.

тутлă

(тутлы̆), сладкий; вкусный. N. Тепĕр пуçĕнче тутлă шерепет ларать. N. Улмисем (у антоновки) шултăра, çутă-симĕс, йăлтăртакан хупăллă. Тути тутлăрах уçă, эрех шăршиллă. N. Сим-пылне ĕçсен, ӳсĕр пулмалла, тутлă шерепетне ĕçсен, тутлă чĕлхе-çăварпа калаçмалла. Ой-к. Пичи пичĕке, хулхи тачăка, шӳрпи тутлă (смеются над „пичче“). Ёрдово. † Варăм-тона карăшĕ вăрăм корăк йоратать; эпир хамăр та çавăн пек, тутлă апатсем йорататпăр. Т. II. Загадки. Аллăм туни тăп-тутлă, йытта парсан, вăл çимест, кушака парсан, кушак çимест. (Тăвар). С.-Устье. Тутлăран тутлă мĕн пур? (Ыйхă). Кĕвĕсем. Вăратрăм, вăратрăм — вăранмарăр, сан ăйху манран тутлă иккен. N. Эпир кунтан кайсассăн, пылтан та тутлăрах пурăнăпăр. || Приятный (о запахе). Панклеи. Ман омра пĕр лайăх, тутлă шăршă кĕрекен çын тăрать. N. Ăçта ан пыр, пур çĕрте те тутлă шăршă калама çук тапать. || В перен. см. N. Тутлă ырăлăхне кĕме тивĕçлĕ ту мана. Альш. Тутлă чĕлхе-çăвара пыл витмес. N. Асăнатăп, витенетĕп тутлă чĕлхемпе. Н. Лебеж. Спаççипă, атте, спаççипă, анне, тутлă чĕлхӳпе ырă сăмахна. Пазух. Сирĕн пек ырă çын, ай, умĕнче тата тутлă чĕлхем, ай, çитмерĕ. || Пресный. Собр. Тутлă тулă туна шăмми, тула хурсан йытă çимĕ. (Тăвар). N. Тутлă чуста, пресное. Яргуньк. † Пирĕн килемея юримасассан кукăль пак кукăрлĕ, тутлă тул пак хытĕ-ха. (Свад. п.). || Свежий (о капусте). Орау. Куккăль йӳç купăстаран турăр-и? — çук, пĕр виç купăста пуç пурччĕ те, тутлă купăстаран турăмăр. || Приятно. N. Эй юратнă тăванăмсем, эпĕ сирĕнпе пĕрле тутлă калаçнисене астуса асăнăрсам мана. || Сласть, сладкое. Истор. Тутла тутанса пăхсан, никам та йӳççе юратмасть. Сред. Юм. Тутла пăхать. Любит есть сладко. Шинар-п. Кам та пулин пĕрре тутла вĕренсен, тепĕр хут йӳççе пăхмаçть çав. Чураль-к. Турчăка тăринче тутли тăрĕ.

тух

, тох, выходить, выезжать. N. Краснов алкумĕнчен тухнă, тет; мĕнпе çывăрнă, çавăнпа анчах тухнă, тет, пĕр япала та кăларман, тет. N. Уçланка тухрамăр. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ пĕр пашалу илтĕм те тухрăм. Я взял одну лепешку и вышел (но: илсе тухрăм — вынес). Кан. Аçтăрхантан юлашки прахут октябĕрĕн 14—15-мĕш числинче тухмалла. N. Ачасем, ăрамра шыв тухсанах, тула тухаççĕ те, каçчен те пӳрте кĕресшĕн мар. СТИК. Ыран ута тухмалла çынсем çависене туптаççĕ. Люди, которые должны завтра выйти косить сено, заправляют косы. ПТТ. Ваттисем ахаль каламан пулĕ çав: çын тухиччен туха пĕлмест, тухсан кĕре пĕлмес, тесе. Токшик. Тула тухасран тухас килет. Истор. Ольгă çыннисем тухакана пĕр вĕлерсе тăнă. N. Çула тухсан тин мана калаçма ирĕк пулчĕ. Шел. 101. Тухман чун, сӳнмен вут, тенĕ пек, халĕ эп. N. Тух тула, сыс пӳрте. (Шутка). Яжутк. Тухĕç халĕ утсампа, çуха тарне кăларапăр. В. С. Разум. † Пусма умĕнчи вĕрене тухмассерен вĕрентет; ăна пĕлнĕ пулсассăн, тата саккăр лартăттăмччĕ. N. Вăл унта тухнă та, сасси тухнă таран: мĕн тăватăр эсир кунта? тесе питĕ хытă кăшкăрчĕ. Изамб. Т. Акă çул ялтан тухать, çавăнпа тӳрех каймалла. Çутт. 62. Хăйăр тухакан вырăн. N. Эсир ман ăшран та тохмастăр. Чув. пр. о пог. 275. Çĕлен-калта хĕвеле ăшăнма пит нумай тухнă пулсан, çăмăр час пулать. Если очень много змей и ящериц выходит греться на солнце, скоро будет дождь. Янтик. Çуркунне тула тухнăçеммĕн тухас килет (кунсем пит ăшăран). Ib. Тухман çын, человек ни разу не выезжавший в период какого-нибудь времени; говорят, если он выедет, то обязательно будет буран или дождь. N. Тухман çын утсем патне тухсан, çумăр пулать. Сред. Алг. Эпир ялтан тухас çук, ăс кĕмесĕр ан илĕр. || Т. VI. Вилнĕ çын куçне уçса выртсан, çуртран тата тухасса, теççĕ. || N. Пасара тырă тухми пулчĕ (тухма чарăнчĕ, привоз прекратился). || Выходить по счету, оказываться в должном количестве. N. Кĕлте тухмарĕ. Толст. Апат çиес умĕн амăшĕ çливисене суса пăхнă та, пĕр çырли тухман. N. Ну вăкăрри те (и бык-то...) питĕ мăнтăр пулнă, тет. Ашĕ хĕрĕх пăт тухрĕ, тет, çăвĕ вăтăр пăт тухрĕ, тет. N. Вара мĕн пур пухнине пурне те çапнă та, унăн çĕр пăта яхăн урпа тухнă (оказалось, вышло). N. Пĕр пилĕк-олтă пăт тохатьчĕ полĕ. || Причитаться. N. Халĕ кăштă укçа пур-ха, Праскура ĕкесем хуса кайнипе 1 т. 50 п. тухать. Вишн. 59. Эсир: ĕçленĕ чух пиртен нумай япаласем тухаççĕ те, çавăнта эпир туртăнатпăр, тенине илтнĕччĕ. || Расходоваться. N. Вара санан уччитлĕри шалу тухмас пулĕ. || Вылетать. ПВЧ 120. Атте килĕ, ай, сала пак, сала-кайăк, ай, тухас çук. || Выплывать. Орау. Çурхи шыв тулăх пулмарĕ кăçал, çавăнпа шывсем ăшăххипе сулăсем Атăла тухиман. || Вытекать. ПВЧ 95. Юман касрăм, ай, пыл тухрĕ, çăка касрăм, ай, çу тухрĕ. Альш. Шăнкăр-шăнкăр шыв юхат, шăнкăртăм хирĕнче çăл тухат. || Истекать (о сроке). N. Çав ката (вăрман татăк) патĕнчи çĕрĕн пĕлтĕр, 1916 ç. срукĕ тухрĕ. || Впадать (о реке). N. Онкă çавала тохать. Онга впадает в р. Цивиль. Альш. Вăл кĕтесре Сĕвене Кăнла шывĕ юхса кĕрет. Кăнла шывĕ пысăк шывах мар. Шывĕ тухнă çĕртех, лапра, ялĕ ларат: Кăнла теççĕ. N. Вăл шыв Сăрра тухат. || Обнаруживаться, распространяться. Панклеи. Нумай та порнмарăмăр, пĕр икĕ эрнерен хай кам вăрлани тоххĕр (обнаружилось). || Образоваться. Ст. Шаймурз. † Хурамаран пĕкĕ аврăм, хĕвелпеле хушăк тухминччĕ. || Восходить (о солнце). Янтик. Эй, хĕвел, хĕвел! Юлашки кун сана пăхса юлатăп. Ĕнтĕ, эпĕ кайсан, эсĕ мансар пуçнех туха-туха (или: тухса) анса тăр. || Уродиться. N. Вăрлăхĕ те тухас çук. Чув. пр. о пог. 468. Çулла тĕтре пулах тăрсан, кăрăç нумай тухать. Если летом часто бывал туман, грибов уродится много. || Всходить (о хлебах). N. Калчасем тĕ ешĕл тухрĕçĕ. N. Тырăсам мĕле туххăрç? || О колосе. N. Ырашсем тата поç тохса тикĕсленчи вара? || Выйти замуж (украдкой). Юрк. Куç умĕнче сарă каччă, тухăп кайăп, мĕн тăвăн? Альш. Тимĕрсел чăвашне качча тухса (т. е. вăрттăн) килет, тет. || Выигрываться. N. Патша хĕрпе окçалла выляса окçа тохмарĕ — çилентĕм, тет Йăван. || Проходить. О земл. Çапла акнă хыççăн вăрлăх витĕнтĕр тесе, çийĕнчен сӳрепе анчах тухаççĕ. || Проходить (в дверь). || Приниматься. N. Çамрăкла ĕçрен юлакан ватăлла (ĕçе) тухать, тет. (Послов.). || Случаться (о пожаре). Шинар-п. Çавăн пек эпĕ астăвасса пирĕя ялта тăватă хут тухрĕ (пожар). N. Çа вăхăтра лапах манăн пиçмо тоххăрĕ. || Выгорать (о деле). Кан. Ну мĕнле? теççĕ пашелсем.— Мĕн мĕнли, ĕç тухмарĕ. N. Ăна тилмĕрсе мĕн тухасси пур. N. Эпĕ шухăшланипе ĕç тухмас ĕнтĕ. || Орау. Вăрман кăçан тухать сирĕн? Когда получите разрешение возить. Альш. Сирĕн кăçал вăрман тухат-и? Удастся вам нынче выхлопотать лес? || Скинуться. Панклеи. Попляканă çĕртех çак арçурин хĕреç тохнă-ӳкнĕ. || Выгружаться. Тайба. Т. † Атăлтан арпус тухат-ĕçке, тулса тухнă уйăх пек. || Выйти из употребления. N. † Порçăн тотăр полăтăм, эп хĕр поçĕнчен тохмăтăм. N. Пирĕн... юрамисĕре тухрĕç, улăштараççĕ çак хушăра. N. Арман тухрĕ, ун вырăнне пĕр çӳпĕ-çапă кăна тăрса юлчĕ. || Появляться. N. Вăл (корь) ачана анчах тухать. N. Çула ача чирĕ тухрĕ, тухтăра шыраса Ишеке çитрĕмĕр, Покровскине те çитрĕмĕр, хулана та çитрĕмĕр. || Проходить (о болезни). Нюш-к. Чир çыпăçнă чухне купи-капанĕпе килет, тухнă чухне йĕп çăрти витĕр тухать, теççĕ. Шурăм-п. Чир тухса кайрĕ. || Окончить. Иваново. Эпĕр хамăр ялтан тухсан, манăн двухклассный школа каяс килетчĕ. || Кончиться, заканчиваться, оканчиваться. Изамб. Т. Час-часах хĕлле, раштав типпи тухсан, ĕçкĕ ĕçеççĕ. Альш. Çĕнĕ-кассăн вĕçĕнче çӳлти эрет тухнă çĕрте. Ст. Письмерь, Ставр. Кăнтăрлахи кĕлĕ мункун кунĕ хĕвел тухас умĕн тухать. Альш. Хăят кунĕ (16 июня) каçпа тин хай кĕвĕ каласси чарăнат: уяв тухат вара. Ib. Михайла эрни тухсан, тепĕр эрне хушшинче. Ст. Яха-к. Çăварни тухса кайнă чухне çынсем пурте çăварния ăсатса яраççĕ. Бюрг. Мункун эрни тухсан ытларикун. Календ. 1904. Вара çăварни тухиччен эрнипех сĕт, çу, çăмарта, пулă анчах çиеççĕ. N. Эпĕ санăн çыруна илтĕм мункуя эрни тухнă кун. || Настаиваться (о чае). Альш. Чейĕ тухаймарĕ-ха. Чай еще не настоялся. || Проходить, проезжать по более узкому месту, напр., по лесной дороге, по улице, по засеянному полю и пр. Трень-к. Пирĕн Чăкăртан киле таврăннă чух пĕр вĕтĕ вăрман витĕр тухмалла. Разум. Пĕр çĕрте çĕнĕ çул (дорога) икĕ халăх çĕрĕнчен пĕрин витĕр тухса каймалла полнă (должна была). Богдашк. † Урамăрсем вăрăм, тухма çук. N. Эпĕ пĕр чăрăш тĕлĕнчеччĕ те, чăрăш витĕр тохса тивĕрĕ мана. || Прибыть, приехать. Сред. Юм. Кăш прахутпа тохрăн? На котором пароходе приехал? || Быть изобретенным. Шурăм-п. Пăрахутсем тухсан (были изобретены) та, çавăн пекех пулчĕ. || Подниматься. N. Мăрьесенчен паян кунĕпе тĕтĕм тухать? || Достаться. Бгтр. † Ой тутри, хĕр тутри, тутри хĕрĕн пулсассăн та, укçи хамра тухнăскер. N. Халăх çине тухрĕç (анасем). Ала 6. Шăпа ячĕç, тет: çав çĕлен урлă каçма кама тухать, тесе. Изамб. Т. Эпир, аван çаран тухнисем, пăсма памарăмăр (не позволили переделять). N. Сана та ним те тухас çук. || Явиться. Синъял. † Турă çырни тухаччен атте патĕнче пурăнтăмăр. || Появляться (об облаках, зверях и пр.). Кн. для чт. I, 15. Каçхине çумăр пĕлĕчĕсем тухнă та, çумăр çăва пуçланă. Синерь. Мĕн пирĕн палумия тухрĕ (что это такое появилось, что ест наши яблоки), тесе калать, тет, ывăлĕсене. || Скипеть. Орау. Вуник минут анчах юлчĕ, сăмаварне лартмастăп та ĕнтĕ, унччен тухаймасть вăл. || Вернуться. Орау. Хам укçа та тухмарĕ. Ib. Пушмака кĕркунне тенкĕ те вунă пус панăччĕ. Хакĕ тухрĕ-ши унтанпа? || Набираться для продажи. N. Сĕлĕ тохмас сотмалăх. Орау. Ку шăмата пĕр пилĕкçĕр хăяр тухĕ-ши? — Мĕн пилĕкçĕрĕ, пĕр икĕçĕр тухĕ. Наберется ли к субботе 500 огурцов? — Где пятьсот, ладно если наберется двести. || Спориться (о деле). Юрк. Ĕçĕ (у него) кĕсем урлă та тухмаст (не выходит, т. е. они ему ни в чем не помогли). Ib. Вĕсенчен кăна ыйтнипе нимĕн те тухманниие курсан, ку татах урах май шыра пуçлат. || В. С. Разум. КЧП. Пьесси те вĕсен кулăшлăрахскер, çавăнпа лайăх тухрĕ. || Чхĕйп. Тата тупăк тунă чух тухнă турпаса пурне те пуçтарса илнĕ те... (собирали). || Стать, сделаться (кем либо). Шорк. Олпута тохнă, попа тохнă. N. Асла тух, мухтава тух. Сред. Юм. Учитĕле тухнă. Доучился до учителя и служит учителем. Рукоп. календ. Прокоп. Начара тух, вĕте тух, вака тух. N. Эмелçĕ хăй пĕлĕвĕ тăрăх асла тухать. N. Санăн варлă çынну, санăн тусу тăшмана тухсассăн, сана вилес пек хуйха ӳкермест-и? N. Вĕсем типсе пĕтсе кайнă хăравçа тухнă, ялан айăплă çын пек тăраççĕ. N. Эсĕ мĕнле чина тухан? || Превращаться, обращаться. N. Аскăнланса çӳрекен çын çемйине тĕрлĕ усалтан сыхлас вырăнне хăй тăшмана тухать. N. Навуса тухнă, обратилось в навоз (о железе). || СРОВ. 11. Ухмаха тухнă-и-мĕн ку çын? Она сошла с ума? || Увольняться, оставить службу. N. Вăл вырăнтан тухатех, теççĕ. N. Халĕ эпĕ вырăнтан тухрăм, ĕçлеме юрамаçть. || N. Пĕр министр ĕçĕпе айăпа тухнă пулсан, вăл айăп ытти министрсем çине те ӳкет. || Потерять образ. N. Ну тулĕк эс этемлĕхрен тухрăн, саншăн кулянап. Микушк. † Çын хурланă пуçăма эс хурласан (обракует, обидит), тухать çамрăк пуç çынлăхран („теряет всякое достоинство и выходит из числа людей“). || Дожить. || Быть в обращении (о деньгах). К.-Кушки. Ку укçа тухнăранпа çичĕ патша улăшăннă. С тех пор, как эти деньги были в обращении, сменилось семь царей. || Ослушаться, перечить. N. Эпĕ хушнинчен ан тухăр. СЧЧ. Çемьесем кирек хăççан та аслин сăмахĕнчен тухни çук. N. Эпĕ каланă сăмахран ан тух. N. Вĕсем сăмахĕнчен тухас мар. || Происходить, образоваться. N. Çак вĕрӳçĕ сăмах тухнă вĕр тенĕ сăмахран. || Вылезать, выпадать. Орау. Пакшан пырши тухнă, тет, хăй çапах тепĕр турат çине сиксе ларасшăн, тет. Чураль-к. Çӳçрен ярса тытсассăн, çӳç тухмасăр ямаççĕ (парни). N. Ăйхинчен вăраничченех ăна пĕтĕм ăшĕ-чикки тухса ӳкнĕ пек туйăннă. Орау. Темскер мăккăли шалтан мăкăрлса тухать (выходит изнутри тела наружу). || Встречать. Сунт. Лисука илме тухакан пулман. || N. Эпĕ кăçал тыр вырма тухаймарăм, икĕ эрне питĕ йывăр выртрăм (лежала, хворала). || Собраться. Альш. N. Вăл хайĕн начар çара-çунине, начар кĕсрине кӳлнĕ те, кайма тухнă. N. Эсĕ каймаллах тухнă-и? Ты совсем собрался? || Приводить. ТХКА 51. Çак çул хамăр яла тухать пулас. Çак çулпа киле каяр. || Начинаться. Ачач 4. Нимĕç вăрçи тухиччен пĕр çирĕм çул малтан. || Употребляется в качестве вспомогательного глагола. Альш. Чăнах та ачи уйăрăлса тухат, е тухса качча каят. N. Ишсе тух, переплыви. Юрк. Тăрахтире кĕрсе лайăх яшкасем çисе тухат. О сохр. здор. Çапла вара пĕр чирпе хăш чухне ялĕпех чирлесе тухаççĕ. Артюшк. Вăл ту патне пынă та, лумпа çĕмĕрсе тухнă (пробил насквозь). Баран. 237. Çанталăк лайăх тăнă чух, çак çула ик-виç кун хушшинче ишсе тухаççĕ (проплывают). N. Кунта мĕн çырнине каласа тух. Произнеси (по порядку все те числа, которые здесь обозначены цифрами). N. Пухăва тухсан-тусан, хайхине пуянсем хутлăхне сĕтел хушшине кĕрсе ларма вырăн та пара пуçларĕç, тет. Орау. Пасар майĕпе кĕрсе тухсан-тусан тем пулĕ-ши: те парĕ, те памĕ ĕнтĕ ку вир-ял (деньги). N. Унта çапăçса кам мухтава тухин, ĕç халăхĕ мухтава тухать. Якейк. Кăк кăларнă чох, чакалтасан-чакалтасан, калаççĕ: халь кăк тоха пырать та-ха (корень при корчевании начал выходить). СТИК. Эп унпа кăшт калаçасшăнччĕ, темле тĕпелелле пăрăнтăм та, кайран пăхап — вăл туха кайнă. Микушк. Эпир пуснă вырăна тивлет пусса тухтăр-и? (Из свад. такмак’а). Изамб. Т. Эпĕ кĕмен! Вĕсем хăйсем вăрласа тухрĕçĕ. Кив-Ял. Емелкке кукăр туя илсе йыхăрса тухрĕ пухăва. Альш. Тепĕр тĕслĕ халăх: тутар, мăкшă, вырăс, хăйне ушкăн лара-лара тухнит (расселились). В. С. Разум. КЧП. Иртсе кайнă чух пирĕн пата кĕрсе тух. N. Пĕçерсе тухаççĕ. ТХКА 5. Аттерен уйăрлса тухнăччĕ. Янтик. Тăваткăл минтер, хăмаç пит, сарса тухăр сак тулли; çак Тимешĕн хĕрĕсене курса тухăр (е: юлăр) куç тулли. ЧС. Вара чӳклекен ăстарик пӳртри çынсене пурне те пĕрер курка сăра ĕçтерсе тухрĕ. (Ача ячĕ хуни). Ильмово. Вырăна çитсен, ăрам пек тăрса тухаççĕ те, такмаксем, сăвăсем калаççĕ. Юрк. Малтан çуна пуçланă çурт çунса пĕтиччен аллă-утмăл килле пĕтерсе те пăрахат (тухат). Истор. Пилĕк сахат хушшинче вĕсен мĕн пур карапне пĕтерсе тухнă. || Так гонят собаку. N. Тох, мар-тох (на собаку кричат). Тюрл. Тох! Пошла вон, цыма, тубо! (отгоняют собаку).

тухан-кĕрен

„выходящий и входящий“. Альш. Çак каланă ялсемпе пĕтет вара пирĕн хамăр яланах тухан-кĕрен çĕршыв („Земля, по которой мы ходим“).

тухса ӳк

выпасть, вылететь. Никит. Икĕ малти шăл тухса ӳкес пек лăканаççĕ. N. Ман сылтăм алăн шĕвĕр порне шыçса пĕр сыппи тохса ӳкрĕ. Собр. Икĕ алăмра икĕ сулăм, пĕри тухса ӳксен, пĕри пур. || Быть выброшену. N. Эпир пĕр-пĕр тинĕс утти çине тухса ӳкмелле. || Вперен. см. N. Эпĕ сирĕн хота исен, воласа пăхрăм та, ăш-чик тохсах ӳкрĕ: çаратса карĕç, тесе çырнă та. N. Хамăн халĕ ĕнтĕ ман, кантур тесен, пĕтĕмпех сехрем хăпса тухса ӳкет. || Износиться. N. Унăн атти чыстах тохса ӳкнĕ, çара-оран пекех çӳрет. Пазух. Лăпсăр-лăпсăр çăпати кăçалхи çул тухса ӳкрĕ. || Исхудать. Яргуньк. Лаши анчах мăнтăрччĕ, тухса та ӳкнĕ (исхудала). || Дожить. N. Хамăр ялсам лайăх пурнăçа тухса ӳкрĕç. Юрк. Вăл çапах та пулин ĕçе паттăр çын, çуллен-çул çĕнĕ тырра тухса ӳкнĕ (у него хлеба хватало всегда до нового). Пухтел. Унпа тухса ӳкеççĕ вĕсем. С этим (хлебом) они смогут прожить до нового урожая. || Забыться. N. Кунта килсен, килти тухса ӳкрĕ. (Письмо). || НИП. Çĕркĕ лартăм та, пĕр сăвă тухса укрĕ. Вчера я сел и у меня написалось одно стихотворение.

тӳре

(тӳрэ), судья; чиновник. П. Федотов. Элек паракан тӳрене юранă, тӳрĕ калакан тăванне юрайман, теççĕ. (Послов.). Юрк. Малашне эпĕ Пăвара тӳре пулса пурăнăп. Шалунни уйăхне 100 тенкĕ. Ст. Дув. † Аттем пĕччен пулсан та, карĕ-ларчĕ тӳрене. N. † Эпĕр иккĕн, тăван, пурăннине çичĕ çул ларнă тӳре çитес çук. Н. Тим. † Чĕмпĕр тӳри витĕр çыру килет, пирĕн куç-çулçене çав тăкат. N. † Инçе çула ан яр ачăна, хулари тӳресем куç хывĕç. N. Тӳре-аслăрах олпут. N. Тӳре эс! Барин (ленивец). ЧП. Пурте хамăр хура халăх тӳре. Юрк. † Çакă самана пăлханнă чух лартаççĕ тӳресене вырăна (о прежней солдатчине?). Собр. † Кĕрекере ларан стариксем Хусан тӳри пекех курăнат (кажутся). || Помощник старшины. Сред. Юм. Тӳре, помощник старшины.

тăван

(ты̆ван), родной (брат, сестра и пр.); родственник вообще. ПВЧ 101. Тăван тоти — пыл тути (йот çын тути — йон тути. Вомбу­-к). N. † Çӳлĕ кĕлет умĕнче шăнтăм, тăван, кĕрĕкне пар. Автан авăтать, тул çутăлать, каяп, савни, аллăна пар. Пазух. Эп килмĕттĕм, тăван, ай, çак киле, анчах пĕрле ӳснĕ те тантăшсем. Изамб. Т. Тăван çичĕ ютран усал тенине илтмен-им? Алешк. † Шурă тăван кăвак куçлă пултăр, куçран куçа пăхсан йăл култăр. Толст. Вăрманта икĕ пĕр тăван пур. Бреняш. учит. Ама-çурин валĕ валеçнĕ чух ютран тăваншăн алли кĕске, хăйĕнчен тăваншăн алли вăрăм. N. Ютă тăвантан хытă çыртать. (Послов.). Бел. Гора. Эпир сана, Маруçинка, тăвантан йăхăрăпăр. Собр. † Уçрăм-пăхрăм алкине, тăватă тăвансем лараççĕ. Ib. † Эпир килетпĕр çак килле, тăвантан тăвана шыраса. ПВЧ. † Эс таçтаччĕ, тăван, эп таçтаччĕ, явăçтарчĕ телей пĕр çĕре. Хора-к. Тăван тăвар тути калать. Юрк. Чӳнтертен тăван Иван çуралнă. Унтан тăван виçĕ ывăл пулнă. В. С. Разум. КЧП. Эх, тăванăм, эсĕ те çав ĕçе тунă пулмалла. Юрк. † Кайăк хурсем пыраççĕ картипе, кукăртан кукăра шыраса; эпир те килетпĕр çак киле, тăвантан тăвана шыраса. Ib. Ютран тăван, чужой человек; хамăртан тăван, свой человек. Ib. † Хамăртан тăван килсен, кукку çунатне сарса ярат. Ib. Çĕрккĕ тăван çĕр çулта, паян тăван пин çулта; çуллĕн вĕçен, çĕрĕн кусан, кутăн шăван, уранăн утан — пурсăмăр та çак хăта патне сăра ĕçме туя килтĕмĕр. (Такмак). Ст. Шаймурз. Эпир тăхăррăн пĕр тăван-тăр, теççĕ. Ib. † Эпирех те килтĕмĕр çак киле, тăванăн тăвана шыраса. Ib. Кăсене илме килнĕ кĕçĕн тăванĕ пилĕк тĕле пиллĕк сурат. Алешк.-Сапл. † Аппа, шăл урайне тасарах, пăхсан шур кĕленчен курăнтăр; тăван тусан, ту юлташна матурне, куçран куçа пăхсан йăл култăр. Сред. Юм. Тăван атте-анне, родные отец и мать. Ib. Тăван пиччĕш, родной старший брат. Якейк. † Йот çын тăвань (чужие) пырсассăн, яшка çупа пĕçереç; хамăр тăван пырсассăн, сив çупала пĕçереç. N. Вĕсем пĕр тăван, они сестры. N. Сысман пăх кута çыпçăнмасть; хăвăнтан тăван мар ача пĕрле пурăнмасть. (Послов.). Городище Б. Санпа пĕр тăвансем миçе? Сколько у тебя братьев и сестер? ЧС. Эпир хам тăванпа, Хветĕрпе, асаттене пĕрте юратмастпăрччĕ. БАБ. Ытти тăвансем пек çулталăк çурăра утакан пулас вырăнне, çичĕ çултан тин утакан пултăм. Юрк. Вăл халĕ сирĕн тăванăр мар, сирĕнпе те, пирĕнпĕ тĕ чăвашла калаçмаст. N. Атте хапхи тăпсине шăтрĕ-тухрĕ пĕр хурăн; çав хурăна кăçалхи çул касмасан: ĕмĕр ларĕ, тетĕр пуль; пирĕн атте-анне тăван хĕрне паянхи кун памасан: ĕмĕр ларĕ, терĕр пуль. (Хĕр йĕри). ЙФН. Пурçăн туттăр айĕ çине ылтăн кукку килсе ларчĕ. Хамран тăван килчĕ те, саркаланса авăттăрĕ; ютран тăван килчĕ те, пăчăрăна-пăчăрăна авăтрĕ. ЧП. Пирĕн аттен тăван хĕрĕ. КС. Юратнă тăванăм! Мĕншĕн эсĕ мана кăçал питĕ тунсăхлаттартăн? Эпĕ санăн çыруна кăçал хĕлĕпех чунтан кĕтрĕм. (Письмо к брату). Альш. † Эсĕ чĕнтĕн, тăванăм, эп чĕнмерĕм, çиленсе мар, тăванăм, вăтанса. Ib. Ĕнтĕ пĕр тăванăмăрсем, çунатăмсем, килĕре те килсессĕн, чысăр пур. N. † Тăван курки тăваткăл. || Рожденный. N. Ай-ай, куккук, чăпар куккук! Хамăртан тăван килсессĕн, мăйне пăрса лараят; ютран тăван килсессĕн, мăйне тăсса авăтать. ЧС. Ялан сутăн илнисем вилетчĕç, килте тăванĕсем вилместчĕç (лошади). СТИК. Ун ачи хăнтен тăван мар вĕт. Его сын не родной. Собр. Пирĕн аттерен тăван хĕрĕ. Ib. † Çӳлте вылят хурт амĕш, хăйĕнчен тăван çӳрисене уйрасшăн мар-и у? Ай пиччеçĕм, пичче, хăвăнтан тăван хĕруна епле уйăрса ярăн-ши? МД. Тăван атте, тăван аппа. N. Вĕсем икĕшĕ (медведь и попадья) пурăннă, тет, упаран тăван ача пулнă (у нее), тет. (Из сказки). Юрк. † Савнă тăванăм, хура куç, асăнат-ши, асăнмаст-ши асне килнĕ вăхăтра.

тăкăн

литься, выливаться, проливаться; сыпаться, осыпаться, падать. Баран. 139. Çырмасем ĕмĕр-ĕмĕрех тинĕселле юхаççĕ, çапах тинĕс тулса тăкăнмасть. Пухтел. Кăвас тăкăнса пĕтнĕ. Тесто ушло. ПВЧ 131. Юри кайрăм вăрмана çулчĕ-çулчĕ тăкăнса пĕтнĕ чух. N. Хирте тырă тăкăнса выртать (осыпается). N. Йывăç çинчен йор тăкăнать. N. Тĕк-мамăк тăкăнни. N. Тăкăннă иккен хĕрлĕ улми çилпелен. О сохр. здор. Çав хупăланса юлнă чечек вара, пĕр виç-тăват кун тăрсан, тăкăнат. ЧП. Нуммай лармĕ, час тăкăнĕ (сар чечек). N. Нарута чавсапа тĕртсе ярса нарут пĕтĕмĕшпе тăкăннă, тет. (Из сказки). Сред. Юм. Ыраш тин çиç ешлĕччĕ, пĕр май уяр полчĕ те, тавна тăкна пуçларĕ. N. Ыраш, тутти, тăкăнать, пĕр май çил тăрать. N. Камăн темĕн тĕрлĕ ылтăн-кĕмĕл тăкăнса выртать? N. Вĕсен кĕлечĕсем тăп-туллиех: хăшне пăхнă, вăл тăкăнса тăрать. О сохр. здор. Çав чирлĕ çынтан тăкăннă япаласем (при оспе)... Яргуньк. Çав кӳлĕ куçнă чухне пулăсам тăкăнса юлнă. || Выпадать, вылезать. Трахома. Куç-хупаххи шыçса кайнă, хăрпăхĕ тăкăнса пĕтнĕ. Ала 95. Ачин вара ури чĕрнисем пурте хăрса типсе тăкăннă, тет (от обморожения). || Валиться. Орау. Виçсĕмĕр те пĕр вырăн çинех тăкăнатпăр (о спанье). N. Эпир харăс-харăс пере-пере, тăшмансем утă çулнă пек тăкăнчĕç. N. Эх, мăн-тарăн çемйисем, тăкăнса юлчĕç Тилечер ялин варрине! N. Хамăр кил-йышĕпе сĕтел тавра шĕкĕр ларса тулнă. Тутах тăкăнмасть. Саккăрăн çав хамăр. || Слетаться на озеро (о птицах). || Расходоваться, тратиться, издерживаться. Юрк. Ахаль тăкăнса çӳренни анчах. Только бесполезные расходы (а толку нет). || В качестве вспомог. гл. Букв. 1904. Шăвăç хыçлă лайăх çунасемпе чĕннĕ хăнасем килсе тăкăнчĕç.

тăкки-акки

то, что падает, льется, сыплется. СТИК. Тăкки-акки = тăккаланчăк. Спг. Чек. Ана вăйне пар, пилĕкме-çурăмма кантар, тăккине-аккине пуçтар. (Тăкки-акки = тăкăнни-акăнни; акăнни = çилпе тăкăнни; тăкăнни = алăран пуçах касăлса тăкăнни). Ib. Тăкки-аккине хамăр кӳтĕмĕр вара (çĕмел тĕпĕсене и пр.). Ib. Тăкки-аккине пуçтарма кирлĕ. Тăкки-акки кĕлтене кĕтĕр. Ананăн тăкки-акки пур (= пуçах тăкăнаканни). Изванк. Авăн çапса пĕтерсен, пур тăкки-аккине эсир пăт чĕресшне çавăрса кӳртĕр, шăши каяш ан тăвăр. (Из моленья)

тăлăх посни

назв. болезни. Орау. Ача-пча, тăлăха юлсан, ӳсеймаçть те, пĕчĕккех пулать, ашшĕ-амăш пысăк пулсан та вара: ăна тăлăх пуснă, çампа пĕчĕккĕ, тиççĕ. Изванк. Тухса каяччен (т. е. хоронить), хамăр ачасене анне урлă (через мертвую) каçарчĕç; каçармасан: тăлăх пусать, çавăнпа тăлăх ачасем лутра пулаççĕ, теççĕ. Вил-йăли. Вилнĕ çынна çĕклесе тухиччен малтан унăн çамрăк ачисем тăлăха юлаççĕ пулсан, тăлăх ан пусартăр тесе, вилнĕ çын урлă каçараççĕ.

тăм чĕлхе

тупой (таловый) язык (бранное выражение). ПВЧ 79. Çав хамăр ял ачисене пирн тăм чĕлхе (наши тупые языки) çаврас çук.

тăнлав

память, сознание. Ыраш 18. Хут çинче чакаланса мар, тăнлаврах ун чыхвăрсем те. || Висок. Слакбаш. Киттайсен качча каякан хĕрĕн тăнлавĕнчи çӳçне çăлмали йăла пур. СПВВ. ИА. Тăнлавран çапсан çын час вилет, теççĕ. Бугульм. † Пирĕн хамăр савни таçтан паллă, икĕ тăнлав çинче сар кăтра. СТИК. Тăйлав, наружная сторона глаз, место соединения черепа с лицевой костью. Çамр. Хр. Тăнлавсем туйми пуличчен хĕнене.

тăпăл-тапăл

(ты̆бы̆л-т̚бы̆л), подр. подпрыгиванию. Якейк. Эпĕ пĕрре хамăр автана уринчен пушăпа çатлаттартăм та, вăл тăпăл-тапăл сиккелесе илчĕ (подпрыгнул; можно и тăпăлт-тапăлт). || Подр. паданию „верхтормашкой“. N. Тăпăл-тапăл персе антăр! Пусть полетит (с копылков долой упадет на землю, о человеке).

тăр

(ты̆р, тŏр), вставать; стоять. N. Икĕ ура çине тăрса ӳкерттер. Çутт. 70. Икĕ ура тăрне тăрса йĕри-тавра пăхкалать. N. Хăвăр аппусампа портăпа тăрса вăрçнă. N. Чĕнмесĕр тăрать-тăрать те, мĕн те пулсан каласа хурать (вдруг скажет о том, что уже было). Могонин. Çавăн пек йĕрĕх те çынна тытать; йĕрĕх тĕлне тăрсан, е таптасан, е сурсан, вăл вара çав çынна кĕсен-çăпан чирĕпе асаплантарать. Чуратч. Ц. Вăл хапха патне тăчĕ те, каçчен те ниçта та каймарĕ, çантах тăчĕ. Якейк. Ĕçлен, мана кориччен, чăмăртанса выртнăччĕ; мана корсан, тăрса шăтăкне тарса кĕч. || Вставать с постели. N. Пуринчен иртерех тăратăп. Мы встаем с постели раньше всех. N. Вăл халь те çывăрса тăман. Орау. Эсир тăнă-и? Эсир тăтăр-и? Вы встали? Ib. Эсĕ тăнă иккен. Ты, оказывается, встал. Ib. Эс тăним? Разве ты встал уже? Оринино. Çывăрса тăрчĕ, кайса тăрчĕ. Орау. Хăна тăн(ă)-и? Встал ли гость? Регули З57. Эп килнĕ чох вăлсам порте тăнăччĕ. || Стоять (напр., о войске). N. Кайра тăратпăр. Мы стоим в тылу. || Задерживаться; воздерживаться. Шибач. † Лайăх арăм илес терĕм, хак хаклă. Хак хаклăшăн тăрмастăм(ччĕ), яшкĕрĕмрен хăрарăм. Б. Олг. Виç тенкĕшĕн ан тăр. Не спорь из-за трех рублей, не стой, не задерживай. Кореньков. Трапхим пуçĕ ĕçленĕ саплăкшăнах пит тăман (произн. тăмон), толькă онăн сăкмонĕ пиншак майлă чут полман. Яргейк. † Чемей çулĕ лакăмлă, çул усалтан тăрмастпăр, хĕр лайăхшăн тăрмастпăр; Чемей хĕрĕ пур çинче эпир арăмсăр пурăнас çук. N. Килте хĕрсем: питĕ мар-и(?) мĕн çамрăк, тесе, тармасчĕ полмала. || Стоять за кого (за что), заступаться, защищать. КС. Сутра маншăн пит хытă тăчĕ (заступался, защищал). || Происходить. N. Халĕ конта вăрçă выйлах тăрмаç. N. Вăрçă халĕ вуйлах тăрмаст. || Находиться где-либо; находиться в известном состоянии. N. Пĕр эрнерен ачанăн акăшĕ хăмăшлăха кайса пăхат та, шăмăсем çапла тăнинех курат. N. Унта кăкшăмпа (в кувшине) шыв ларнă (или: тăнă). N. Эпĕр вăрçăра ик уйăх тăтăмăр. Альш. Çуркунне шыв тăрат, çула та типмес (в болоте). Бес. чув. 14. Халĕ вăл вырăнта пĕр лачака анчах тăрать. N. Вăрçи-вăрçми тăратпăр. N. Вăл унта яланах пĕр пек, пĕр чарăнмасăр тăрать (холера). Календ. 1906. Унта ир пулнă чухне пирĕн çĕрле тăрать. О сохр. здор. Вара шыв тăми пулса курăксем çĕрмен те, тин сивĕ чир пĕтнĕ. Бугульм. † Хранцусски тутăр виç панулми, эрне тăчĕ арчара. Н. Карм. † Сĕтел çинче тăракан, ай, хăпарту, пăрирен мар-ĕçке, тулăран. Регули 20. Ĕçлемесĕр виç кон тăрать çак кĕпе. || Висеть (о кнуте). || Храниться. N. Клетре тырсем мĕле тăраççĕ? О сохр. здор. Кĕççе (войлок) таса тăтăр тесе, ăна пиртен çĕленĕ пит тăхăнтарас пулать. || Сидеть (об одежде, белье). Якейк. Ман кĕпе лайăх тăрать-и, пăх-ха. || Служить, находиться, состоять в должности. Альш. Вĕсем пĕр çул кăна тăнă. Бес. чув. 4. Малтан вăрман улпучĕ патĕнче виçĕ çул тăрса ирттернĕ. N. Хăшĕ халĕ вĕрентекен пулса тăраççĕ, хăшĕ тата урăх ĕçре тăраççĕ. N. Чиркӳ старастинче тăрасси темĕнех мар. || Быть в ожидании чего-либо. Тюрл. Пирĕн атте аппăшин хĕрне çураçнăччĕ те, туй тăвасшăн тăратьчĕç. || Держаться (в памяти). N. † Ах аттеçĕм, аннеçĕм, нуммай чĕркĕр çинче вылятрăр, халь те тăрат чĕре варринче. || Находиться в чем. ЧП. Мĕн пур кил ун пуçĕнче тăрат. N. Çав кӳкĕрт шăршипе пӳрт ăш-чиккинчи пĕрене çурăксенче тăракан чирсем пĕтеççĕ. || Стоить. N. Унта кайма тенкĕ тăрать. N. Вĕсен пĕр тумтирĕ те хăшшĕн пирĕн çурт хакне тăракан пур. N. Сирĕнпе пĕр сехет курса калаçни пĕр ĕмĕре тăратьчĕ. N. Эсĕ çăкăрăн пĕр пĕрчине тăмастăн, вĕт, теççĕ. N. Укçа пĕр тенки пĕр пуса тăман вăхăт килĕ. N. Пĕр-икĕ сăмах çырсан та, çĕр сăмаха тăрать. N. Ку япала нимĕне те тăмас (ничего не стоит). N. Мĕн чухлĕ тăрат? Перев. Мансăр пуçне эсир ниме те тăмастăр. Регули 104. Çав кĕпе ĕçлесси те пĕр сом тăрать. Ib. 133. Çав кĕпе ĕçлеме пĕр сом тăрать. Хурамал. Кунта этем ячĕ мĕн пурĕ иккĕ, а эсир виççĕн, виçĕ этем те манăн пĕр чурама тăмаç, тет. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 11. Анчах шыраса вăхăт ирттерме тăрать-и? — Тăмасть. N. Эсир пурсăр та нимĕне тăмастăр. Чинер. Манăн 25 тенкĕ укçа 25 пуса та тамарĕ пулас (не оценили посылки). N. Мана кĕнеке вуласси те мĕн тăрать (= паха). Юрк. Старасти те ăна хирĕç, аллипе умĕнчи çуртисем çине тăсса кăтартса: кăсем акă икшер пус тăраççĕ, кăсем виçшер пус, кăсем пилĕкшер пус, аккусем тата, шултăрараххисем, вуншар пус тăраççĕ, тесе каласа парат. N. Хамăр ăслă, ыттисенчен кая пулмасан, çын мăшкăланни мĕне тăрать вăл? N. Нумаях та пулмаст, вăл 50 миллион кивсен илчĕ. Анчах вăл укçа нимĕн те тăмаст: 2З кĕпĕрне çыннине выçă вилесрен хăтарас тесен, темиçе миллион тенкĕ кирлĕ. ТХКА 48. Пирĕн лаши виççĕ, хăлхи улттă, хӳри виççĕ, виç лаша чунĕ пулин те, пĕр лайăх лашана тăмаççĕ вĕсем, тесе пуплетчĕ пирĕн атте. || Стоять в цене. Кан. Тыр-пул, апат-çимĕç хаксем çапла тăчĕç. || Стоять твердо, настаивать. N. Вăл туртма пăрахас тесен те, час пăрахаймасть. Хăй сăмахĕ çине тăракан çын анчах пăрахма пултарать. N. Эппин сăмахăр çине тăма тăрăшăр (держите слово). || Стоять (о погоде. Здесь „тăр“ иногда не переводится). N. Кун сивĕ тăрат. День холодный. N. Кунсем пĕр май сивĕ тăраççĕ. N. Çанталăк мĕнле тăрат? Какова погода? Якейк. Ай, халь авăн илме çанталăк уяр тăрать (ясная погода). Букв. 1908. Çанталăк ăшă тăнă. Толст. Çĕр çинче çанталăк пур тĕлте те пĕр пек тăмасть (не везде одинаковая погода). || Продолжаться. Панклеи. Тĕтре тăрчĕ (продолжался) тăватă кун. Кан. Çĕр чĕтрени 30 çекунлă тăнине пĕлетпĕр. Ib. Выставккă сентябĕрĕн 29-мĕшĕнче уçăлса октябĕрĕн 1-мĕшĕччен тăрать. Толст. Вăл вырăнта çу виçĕ уйăх анчах пулать, ытти вăхăтра пĕр маях хĕл тăрать. || Держаться на чем. Орау. Пӳрт çийĕ юпасам çинче тăрать те, пит начар, кĕç-вĕç ӳкес пек туйăнать. Крыша держится на столбах плохо. || Удержаться. Бгтр. Пылчăкĕ тăмарĕ, тет те, шыв киле çитиччен пĕтĕмпех юхса тухрĕ, тет. Грязь не удержалась (в решете), и вся вода вытекла. ЙФН. † Ырă çурт çинче юр выртмасть, пирĕн пуç çинче çӳç тăмасть. (Салтак юрри). N. Хăвăнта тăман сăмах çынта тăмасть. (Послов.). Якейк. Эпĕр туйя кайнă чох хĕр аллинче çĕрĕ тăмаçть (т. е. на время отдают парням ехать на свадьбу). || Приниматься, начинать. Скотолеч. 17. Анчах пĕрре сĕрме тăрсанах, пĕтĕм лашана сĕрме юрамасть (нельзя в один прием, сразу протирать всю лошадь). N. Килте хут пĕлекен те çук; писме çыртарма тăрсан та, виçĕ-тăватă киле çитес пулать. N. Письмо çырма тăрсан та, темиçе начальник чĕнеççĕ (зовут, т. е. не дают покоя): Гурянăв та Гурянăв, тесе. N. Çам пек çырма лараччин, çырмали питĕ нăмай пекчĕ, çырма тăрсан.. пурне те манса пĕтрăм. Ачач 25. Кунĕ уяр, ăшă. Хĕвел пăхать Тумла юхма тăрасшăн. Ib. 53. Алăкран кĕнĕ чух такăнма тăчĕ. N. Çисен, пуçах пуçтарма тăнă вăл. || Собираться. Толст. Çуртана сӳнтерес тесе тăраттăм ĕнтĕ, сасартăках темĕскер çыртнине сисех кайрăм. Б. Олг. Эп онтан кайма тăртăм, вăл каларĕ: çарăн-çарăн, паратăп, паратăп, ик кĕренке вонçиччех, тет. Турх. Вĕлерме тăнă вăхăтра... Чăв. й. пур. 9. Хăй çынна япала парса пулăшса тăрсан та, çапах çынсене нимĕнпе те кӳрентермен. || Пытаться (сделать что-либо), намереваться.N. Пурăнма йывăр пирки çак хĕрача темиçе хутчен те çакăнма, çăла сиксе вилме тăнă. Пир. Ял. Çакăнса вилме тăнă. Ст. Шаймурз. Катма тăтăм, шăл витмерĕ (орехи). В. Олг. Салтакне касса пăрахма тăрчĕç: чăсатăн, тесе. Кан. Хăйĕн малтанхи арăмĕ патне револьвĕрпе пырса кĕрсе, арăмĕнчен япаласем илсе тухма тăнă. || Задерживаться. N. Анчах нуммаях ан тăр, часрах тупса кил вăлсене! — Юрĕ, нуммай тăратмăп, тупса килĕп эпĕ. ЧП. Нуммай тăмăпăр, час кайăпăр. Юрк. Нуммай та тăмаст, калле çаврăнса тухат та: кĕтсе тăрăр, час тухĕ, тет. N. Нумай тăмастăп калах яратăп (письмо). О земл. Сӳрене пăртак тăрарах тепĕр хут тусан, эпир усă куратпăр. || Ждать, подождать, потерпеть. N. Тархасшăн пăртак тăр, чăт. N. Вăл ĕлĕкхи пекех, нимĕн те тăваймĕ тесе, тăрса пулмаст. ЧП. Çичĕ кун та ан тăр, килсе тăр. Альш. † Эрнен хушши ултă кун. Эрне ан тăр, тăванăм, пырах тăр. || Относиться к кому. N. Бюрократия тесе чиновниксене пурне те, вĕсем халăха мĕнле тăнине калаççĕ. || Считаться за кем. Капк. Хут çинче унăн хваттерĕ Сĕнтĕр-вăрринче учитĕлницăра пурнакан акăшĕ çийĕнче тăрать. || Иметь желание. О сохр. здор. Унăн ĕçлесси килмест, яланах выртасшăнах тăрать (при лихорадке). N. Нихăçан та ӳпкелешмеççĕ, çынна хирĕç усал сăмах калаçмаççĕ, никама та усал тăвасшăн тăмаççĕ. || Быть готовым. N. Парас пек тăр. Н. Седяк. Тилĕ çăхана тытрĕ, тет те, çиме тăрат, тет. || Побывать. ЧС. Эпĕ пиччесем патĕнче пăртак тăтăм-тăтăм та, ăйхă киле пуçларĕ. || Бывать, находиться. N. Çавăнпа ăсен укçисем темĕн чухлĕ çĕлесен те, алра тăмас, тет. О сохр. здор. Çĕр нӳрлĕ тăмасть (не бывает сырою, на горе). Ст. Ганьк. Çĕлен сăхсан, выльăх та, этем те шыçăнса каят, ун шыççи хытă тăрат. Ходар. Хурал пӳртĕнче хай кăнтăрла çын питех тăмаçть. || Оставаться целым, находиться в целости и сохранности. Пухтел. Çăнăх та тăмас. ЧС. Лаша умĕнчи çиме çаплах тăрат: пĕртте иксĕлмен. N. Хăйсем сывă-и, çӳреççĕ-и, выльăх-чĕрлĕхсем тĕрĕс-тĕкĕл тăраççĕ-и? || Принадлежать. Кан. Эсеккасси ялăн çĕрĕ çинче тăватă ял çинче тăракан халăх вăрманĕ пур. || Взлетать. || Следовать. N. Манăн сăмах çине тăр. || Восстать. N. Хирĕç тăр. || Жить, обитать, здравствовать. N. Вăл ман патра тăрать. Календ. 1904 Праçшкре те кӳрше кайса килетĕп те, вара кунĕпе килте тăратăп, тет. N. Нумаях та тăмăн, çуркунне пулĕ, унтан çу та çитĕ. Алешк.-Сапл. Сыва тăратна? тесе салам яр. Альш. Унтан тата: ят улăштармасан ача тăмас, тенĕ. Çавăнпа улăштарнă (прежние чуваши). Хăшĕ-хăшĕ ачи начар ӳссессĕн: ятне улăштарас, теççĕ. N. Епле шухăшпа тăратăр, мĕн шухăшлатăр, мĕн калаçаççĕ сирĕн ялта? тетĕп. Альш. Çăммисем: ĕлĕк пит аван тăраттăмăр, тет. Бес. чув. З. Сывă тăратăн-и, ачусем мĕнле пурăнаççĕ, выльăхусем мĕнле тăраççĕ, тесе ыйта пуçларĕ. Сборн. по мед. Ачасене туртса илтĕн пиртен, киле пымаççĕ, кунтах тăрасшăн. С. Айб. † Нумай пĕтет, сахал çитет, пĕрле тăнине мĕн çитет. N. Акă нумаях та тăмăпăр — салтак пулăпăр. Кан. Пĕр çынпа. Çавнашкал ĕçпе тăнăскерпе, лав çине ларса тухса вĕçтерет. N. Санран çыру илмесĕр пилĕк уйăх тăтăмăр. || Не переводится при „пек“ N. Тăвансем тăраççĕ йĕрес пек. N. Çăмăр çăвасшăн. Ун чухне çăмăр çăвас пекех тăратьчĕ (собирается дождь). || Употребляется в качестве вспомогат. глагола. N. Кайса тăратпăр, укçа çук. Мы ходили туда, но там (всё) нет денег. N. Эсĕ пирĕн пата кайкаласа тăр. N. Каймасăр-килмесĕр ан тăрăр. Захаживайте почаще. N. Пичче, ан çилен, эпир ярсах тăнă, çитмеç апла сан пата. N. Хĕветĕре эрнере пĕре курах тăрап. В. Олг. Халь çисе тăримест вăл, каймалла. ЧС. Кăнтăрлачченех киле кайса тăраймăпăр-ха, çак керемет çеремне кăшт та пулш сухалар. N. Вăл çапла каласа тăнă чухнех... СЧЧ. Ну, кусем чăнах та пăрахса тăраççĕ ĕнтĕ (совсем вот кажется готовы бросить языческие молитвы). Пĕри-пĕри чирлесенех, хай-ĕскерсем нуккă чӳк тума тапратаççĕ, чăтса кăна тăр. Трень-к. Вĕсем уя тухса тăратьчĕç те, пире кĕтетчĕç. N. Шăтăк алтса тăчĕ те, алтса çитерсен, хатĕрленĕ шăтăкне хăех кĕрсе ӳкрĕ. N. Аттеçĕм, аннеçĕм, хуран тулли аш çакса: пиçе тăтăр, терĕр пуль; хĕрĕре аякка парса: йĕре тăтăр, терĕр пулĕ. Юрк. Эпĕ килте ĕçлемесен те, кашни уйăхра эпĕ сире укçа ярса тăтăм. Истор. Ăна хирĕç янă çар чарса тăрайман, пĕр май чакса пынă. N. Ман короле çын ирĕкне тивес çук, юсах тăрсан, нихăçан та вилес çук. N. Камăн та пулса сасартăк сиен пулса тăрсан анчах хăй тума пулнă ĕçе тăваймасть. N. Ăна курасшăн çĕмĕрт йывăççи çине улăхса тăнă. N. Унччен те пулман, сут тавраш çитсе те тăнă. N. Çав вилнĕ çын ӳчĕ типсе хытса тăнă, ун пек кĕлеткене мумия теççĕ. N. Çак йĕрке тăрăх акă мĕн пулса тăнă. Юрк. Çав сăмаха илтсен, хай çыннăн вăтантарас вырăнне, ирĕксĕрех ăна мулпа пулăшас пулса тăнă. Ивановка. Шкулта эпир пынă çĕре урăх ачасем те нумай пухăнса тăнă. Сред. Юм. Нăмай шохăшласа тăрса полмас. Долго раздумывать нечего (нельзя). Изамб. Т. Салтака кайсан, килтен укçа ыйтас вырăнне, хăй ярса тăчĕ. Алших. И, Сĕве-тĕр, Сĕве-тĕр, Сĕве тăрăх хӳме-тĕр; аршăн-аршăн пĕвĕм-тĕр, ылттăн ука çӳçĕм-тĕр, кĕмĕл черкке куçăм-тăр, йăлтăраса тăрат-тăр; ай-хай чунçăм, вăйçăм, янăраса тăрат-тăр. Чăв. юм. 1919 ç. 11. Ука çӳç тыткаламалла та мар: хускаланса, ваткаланса çеç тăрать. Шăна чир. сар. 18. Çимелли япалисене пĕр маях витсе тăрать. Чураль-к. † Çинçе урама хыпар яртăм, хĕрсем тухса тăрмалла; хĕрсем тухнă, ачисем тухман, ачисем тухнă, эпир мар. Орау. Пĕр-пĕринпе тавлашса тăмастăр-и? Истор. Час-часах тата монахсем тăвас ĕçе вĕсене хушса тăриччен хăй тăва-тăва пăрахнă. N. Çынсемпе çапăçса алли-урисене амантса пăрахаççĕ. || Употребляется в чувашизмах. Букв. 1904. Савăннипе пĕртте туйман, хĕвел каçалана кайнă-тăнă. Ib. Инкек çине инкекех тата: çав вăхăтрах ун ури салтăннă-тăнă. Ib. Унтан хайхи вăрăм-туна эрешмен картине çакланать-тăрать. Альш. Пĕр-пĕр улпут тавраш виç-тăватă лашапа кӳме кӳлсе, хăнкăртаттарса иртсе каят-и, вăкăр кĕтĕвĕсем хăваласа каяççĕ-и, унта мĕн те пулсан курах-тăран: ахаль иртмес пĕртте вăхăт. Ib. Вăрманта çул такăр, тӳрем. Ниçта çырмана-мĕне анса-туса тăмалла мар пирти пек. Сред. Юм. Калах тăран-ха эс она, пăртак тăрсан каллах манса каять. Все ему сказываешь, а он немного погодя опять все забывает. N. Унăн тавлашасси, чĕлхепе çĕнтересси анчах киле тăрать. Собр. Хăни килех тăрат, кĕççи сарлах тăрат. (Пӳрт улăхтарни). N. Каç выртсатăма питĕ кансĕр: çанталăк сивĕ. Яжутк. Пирĕншĕн аттен ма макăрас, тăрас-кӳлес лаши пур. Скотолеч. 27. Тăнă çемĕн хытăрах кӳпĕнсе пырать.

тарса юл

оставаться, оставаться на месте. N. Шыв тулнă вăхăтра шывпа юхса килсе тăрса юлнă. Юрк. Çуеççи: Питтĕр куллинчи шыв юхса тухнă, пуллисем пурте типĕ çĕре тăрса юлнă, çавсене тиесе килме каятăп, тет те, Кирли хăй лашине хытăрах хăвала пуçлат, тет. Юрк. † Çунаçăм сулăнчĕ сулăнка, хамăр тăрса юлтăмăр сылтăма. ЙФН. † Икĕ алă тулли ултă туттăр, илес тенĕ хĕрĕн пурçăн туттăр, тăрса юлчĕ, курăнать. N. Ампар тăрса юлчĕ. Амбар (двухъэтажный) остался цел и невредим. Кан. Ун çемйи пĕр ĕне вĕçне анчах тăрса юлнă — килтисем выçлăхпа йăлтах çисе тасатнă. ПВЧ. 108. Савни лартнă ют хĕре, тăрса юлтăм алăка. Альш. Чассавни çумнерех ларакан пĕр килĕ юлат тăра (после пожара). Якейк. Эп пасара кайма тохсаччĕ; ман пушă киле тăнă-йолнă, пушă патне ирĕксĕрех каймалла полч. Орау. Кашни çул качча кайимасăр тăра-тăра юлать. N. † Сар-сар арча, сар арча, сăр çитмесĕр тăра юлчĕ. Ала 72. † Икĕ витрем симĕсчĕ, тăра юлчĕ çал патне; савнă ачам сар ача, тăра юлчĕ Ейпеçе. Шорк. Киле килме тапраннăччĕ, хупах умне пычĕ, тăрах юлчĕ, пымасть. Вышли было итти домой, подошел он к кабаку и остался, не идет. (Выражается неожиданность, недоумение по поводу факта). Шишк. Ах тантăшăм, Сантăркка, карчăк вурнех тăрса йолчĕ. Скотолеч. 17. Эмелне лайăхрах лутăркаса сĕрме кирлĕ, сахал сĕрсен çăмĕ çине тăрса юлать те, усси сахал пулать. ЧП. Лайăх ятăм тăра юлĕ ял çине. || Пропускать. Кан. Пĕр пухуран та тăрса юлар мар. || Лишиться. N. Çука юлса çак ху ларакан кĕççерен те тăрса юлăн. Юрк. Çав каçах кунăн хай ылханнă лашине кашкăр çурса тухать. Курăсăн, хай çын пĕр лашасăр тăрса юлать. Ĕç вăхăтĕнче суха çыннийĕ лашасăр тăрса юлни пит начар. N. Çорран тăрса йолтăм. Тим. † Романовски кăçатта хапсăнса, хура кăçатăсăр тăрса юлтăм. Кама 54. Пурте пĕлеççĕ, пĕлтĕр манăн лаша ӳкрĕ: алăсар тăрса юлтăм. || Запоздать. ППТ. Пирĕн ялăн çапла тăрса юлса, хăш çулне Питрав кунĕ, хăш çулне Питрав ыран тенĕ чухне тин тăваççĕ (т. е. уй чӳкĕ). N. † Тăрă шыв урлă каçнă чух тăрса юлас ан пулăр. Якейк. Паян эпĕр кĕтӳрен тăрса йолтăмăр (проспали стадо).

тăран

(ты̆ран), наедаться досыта, насыщаться. Рак. Пĕр тăрансан, ача чулĕ те çиейместĕп, тесе каларĕ, тет, сĕтел хушшинчен тухсан, Микка арăмĕ. N. Пĕчĕк ача амăшин чĕччине ĕмсех тăранат. Изамб. Т. Ешке çисе те тăранмалла мар тутлă пулат. || Довольствоваться, кормиться, питаться. Изамб. Т. Акă хăш-хăш тĕлте улма пахчипех тăранса пурăнаççĕ. Сред. Юм. Çилпе тăранса порăнмас вит. Ветром не кормится ведь. || Юрк. Укçаран тăрана пĕлмерĕ. || Получать полное удовлетворенне. М. Сунч. Выляса тăран, наиграться. См. сулăн. Алших. † Çисе тăранайми çĕр-çырли курса тăранайми хамăр тăван. Юрк. Карташ шăлса тăраканни тутар, арăмĕпех пурăнат: вĕсемпе калаçса тăранаймастăп. N. Ярăнса (çӳресе, ишсе, вуласа) тăрантăр-и? Накатались ли вы? || Наглядеться (досыта). ЧП. Атте-анне пиртен тăранмасть. N. † Калаçса уйрăлми çичĕ ют, курса куç тăранми атте-анне. ЧП. Курса куç тăранми хамăр тăван. Образцы. Çуларăм пуçма, турарăм, куçăм тăранах курмарăм. N. Пирĕн тăван аякра, пĕрре курса куçăм тăранмарĕ. Ск. и пред. чув. 14. Унăн сăпатне амăшĕ пăхса тăранайман. N. Тăвантан тăван тăранни çук. || Быть довольным. N. Пуррипе тăранман çын (недовольный). || Получать жертвоприношения (о киреметях). Панклеи. Виçĕшне: Мăн киремете, Чĕне ту киремете, Поляртана пĕтĕм сорăм асăннă. Ыттисем ялăн-ялăн анчах тăранса порăннă. || Пресытиться. Изамб. Т. Эсĕ вăрçнине илтсе тăраннă ĕнтĕ (надоело). || Пропитаться, упитаться. Баран. 8. Çĕрĕ шывран тăранчĕ.

тăрат

(ты̆рат, тŏрат), заставить, позволить встать. N. Эпир чӳрече çине тăрăпăр.— Эп сире тăратăп. ТХКА 40. Атте, кĕсрене тăратса ярас тесе, пынă та, кĕсре сывламас та, тет. Ib. 42. Эпĕр те çуркунне аттепе иксĕмĕр хăла тьыхана тăрата-тăрата кантарса, майпе çавăтса, Пичаваш катине леçсе ятăмăр. || ЧС. Пӳртре тăратмаст (не позволяет мне быть в избе). || Остановить. N. Лашăна тăрат. Останови лошадь. Кан. Тпрр-ру!.. Тăрат, атте, çакăнта. Тип-çырма. Тăратăр-ха! Стойте-ка (говорят едущим на лошадях). Ала 13°. Çавă пăрахот пырса тăратсассăн, çакă ватă хуçа пăрахот çине кĕнĕ. || Держать в бездействии. N. Мĕн пур пек вăйна, ăсна ахаль ан тăрат,— телей тупма урăх май çук. || Продержать, дать существовать, N. Унăн йăхне ĕмĕр-ĕмĕрех тăратăп. || Держать. N. Тирпейлĕ арăм пӳртре çӳп-çап тăратмаçт. О сохр. здор. Çĕр ăшĕнче çĕрекен япаласене пĕртте тăратас пулмасть. Ib. Пĕр-пĕр тумтире тулта тăратсан, вăл ытти япаласем пекех сивĕнсе каять. Скотолеч. 19. Тутăрне улăштарса çыхнă чухне суранне кăшт та уçă тăратма юрамасть. Якейк. Çăмартая вĕрекен шу шăнче пилĕк минут тăратсан, пиçет. Ib. Çип çамçа хотсан, каткара вуник сахатран ытла тăратма йорамаçть. Юрк. Пиçекен ашĕсем чукунта тăратса тăраканнисем, вутпа çунса, ĕнек тути калаççĕ. N. Вăрă-хураха, пысăк арчана йывăç çине çакса, виличчен тăратнă. || Поднимать. N. Хăпартнă чох перĕн орапа тӳнсе карĕ, ăна эпĕр тăратрăмăр та, киле карăмăр. Ст. Шаймурз. Путнине кăларма хушнă, тупнине тăратма хушнă. Ib. Çӳлелле тăратат. Поднимает к верху (ногайку). N. Хайхи тарçă хулхисене тăратса, пурне те илтесчĕ тесе, шухăшласа ларнă. Халапсем. Унăн урисем çӳлелле тăратса тăраççĕ (торчат). || Будить, поднимать с постели. Пшкрт. Якейк. † Хамăр ялăн хĕрсене айне тӳшек сармалла, çине тăлăп витмелле, ачашласа тăратмалла. Качал. Хĕр тăратать-тăратать Йăвана, тăратса та тăмастĕ (не просыпается). || Ставить, поставить. Орау. Мĕшĕн лашисене пурте кунта тăратнă. Трхбл. Тăрат лашана. Поставь Лошадь. ЧС. Çавăнпа эпĕ насвуса тăратнă тĕле, ăна курма тесе, кайрăм. N. Пĕр çынсене тепĕрисем çине хирĕç тăратса вăрçтарса çӳренĕ. N. Вĕсен йĕри-тавра тĕкме тăратса çавăрăннă. Якейк. Тăратса тусан, чĕмел лайăх типет. Чĕмел тума пуçланă чох тват-пилĕк кĕлте тĕкĕштерсе тăра(та)ççĕ те, онтан çавăрса каяççĕ. Ib. Вăл чола выртарса хоман, тăратса хонă. || Назначить, поставить. N. Паян урăх санитара тăратрĕç ман вырна. || Представлять. N. Вăл çав çулнех округа хут тăратнă, 50 ача таран вĕрентмешкĕн. Кан. Хăйсем тĕллĕн кайса çĕр йышăнса килнисем çак каланă хутсенчен кайранхи икĕ хута анчах тăратмалла. || Доставлять, поставлять. Кан. Байков хаçатсене вăхăтра тăратмасть. Кильд. Ку çамрăк хуçа хĕрин (у невесты) мĕн çуккине вăл хăй тăратма пулнăю Ала 8°. Сирĕн мĕн çуккине эпĕ хам тăратăп, анчах эсир мана хăвăр хĕрĕре парăр. Якейк. Эп школа вотă тăрататăп. Я доставляю в школу дрова. Ib. Вăл пире аш тăратать. Он доставляет нам мясо. Ib. Вăл çар валли лаша тăратать. Он для армии поставляет лошадей. Янтик. Çар валли лаша тăратать вăл (поставляет лошадей для армии). Юрк. Пирĕн хура-халăхăн: çын вырăнне çын тăратас, тенĕ сăмах пур. N. Лаша вилчĕ, питĕ ан колян, çотăкăй (= всетаки) он вырне тăратрăмăр. || Задерживать. N. Çак хота (= çырăва) илсен, ан тăратăр, часрах ярăр. N. Пиçмине сирĕнтен илсен, пĕр сахат та тăратмарăм, кала ятăм часрах. N. Вăрçă выйлă пулсан, пире те нăмаях тратмаççĕ. N. Пиçмона авла (= алла) илсен, пĕр кун та ан тăрат (не медли ответом). N. Çырува ан тăрат, как çитсенех яр. || Оставлять. N. Нимĕн те таратмаççĕ (все тащут, воруют). N. Пĕр япала та таратмаст. || Поместить. Ст. Чек. Çулăха вутă тăратнă (поместили в „çулăх“). Янгильд. Çул каякан çын карĕ; анчах Микита патне аслати çитрĕ те, калать: ма тăратрăн эсĕ вăл çынна? Вăл этем мар, вăл осал, вăл мантан вăтăр çол мăшкăласа çӳрерĕ. || Построить. N. Вĕсен пӳрт-çурчĕсене салтаксем тăратнă. || Erigere (mentulam). || Употребляется в качестве вспомог. глагола. Орау. Пĕр çынна çил çӳлелле çĕклесе капан урлă каçарса тăратрĕ, тет. N. Ултă çула вbççĕмĕш ятташне пĕр кăлармасăр тăратма хупса хурать (запирает свою дочь).

тăрăн

назв. ряда селений. Янших Б. Тăрăн — с. Туруново (в 4 км. от д. Яншиховой). Вăл яла та Тăрăн ятлă ялтан куçса ларнă, теççĕ. Шибач. Чиркĕллĕ Тăрăн, Вăрманкас-Тăрăн, Ытмар-Тăрăн, Йĕнешкасси-Тăрăн, Липетер-Тăрăн, Сăранкасси-Тăрăн. Чураль-к. † Эпир хамăр Хапăссем, анат енчи чăвашсем, шур уралă ачасем, Тăрăна туя килтĕмĕр (приехали на свадьбу, в Туруново на свадьбу). Ib. Тăр-тăр, тăр Верок, Тăрăн каччи килет, тет, тăхăр вĕçлĕ пушăпа. Ачи мĕн пек? — Катка пек.— Учĕ мĕн пек? — Урхамах. Ib. Тăрăн тăрăхсен юррисем, песни окрестностей с. Турунова.

тăрăнтар

вонзать, втыкать. Ст. Чек. КС. Пĕренене йĕп тăрăнтарса лартрăм. || Стукнуть, ударить; тыкать, втыкать. КС. Чышкипе çурăмĕнчен пĕрре тăрăнтарчĕ (ткнул). Ib. Аяккинчен тăрăнтартăм (ударил по боку). N. Ăна çопкăран çопкă анчах тăрăнтараççĕ. Букв. 1904. Унтан ку нăйлатса янă та, тытăннă арăслана çара çĕртен, питĕнчен, сăмсинчен, тăрăнтарма. N. Чăваш çакна майласа-майласа кăна пычĕ те, пит аван кăна тăрăнтарса хучĕ. ТХКА 70. Лаша хамăр тĕлте çунана çавăрчĕ те, хамăр хапхана турта пуçĕпе тăрăнтарса уçса, картишне кĕрех карĕ. Юрк. Доктор унăн сăмси çине куçлăх пырса тăрăнтарсан татах: вуласа пăх-халĕ! тет. ЧС. Йĕлтĕре юр çине тăрăнтарса лартрăм. Хурамал. Сенĕке салма тăрăнтарнă. || Сделать так, чтобы на одной чашке был перевес. Курм.

тăрăх

(ты̆ры̆х, тŏрŏх), длина (полотна). Янш.-Норв. Пилĕк тăрăх шур пирĕпе виçĕ тăрăх улача пур. КС. Тăрăх, цельная холстина (пир тăрăхĕ). Слеп. Пĕр тăрăх пир (20—25 аршăн и 10 аршăн). Янтик. † Тăрăх-тăрăх шурă пир, тăрăхĕ вăрăм пулинччĕ. Чăвашсем 22. Вăл вара вĕсенчен виçшер тенкĕ укçа, пĕрер тăрăх пир илнĕ, пĕр четвĕрт эрех ĕçнĕ, тет. Султангул. † Тăрăх-тăрăх улача, касса пĕтмĕ, терĕр-им? Пĕвĕ ӳссе çитĕ те, ăсĕ кĕрсе çитĕ те, ĕмĕрне каймĕ, терĕр-им? N. Ун пуçĕнчен шухăшсем кумса пĕтернĕ тăрăха тĕрлеме пуçларĕç. Хăшĕ-ха ун чăн илемлĕ тĕрри? Ал. цв. 12. Аслă хĕрĕсем хăйсен пурçăн тăрăхĕ çине ылттăн кĕмĕлпе тĕрлекен ĕçĕсене пăрахса, ашшĕне хирĕç чупса тухаççĕ. Сред. Юм. Пир кăнтарăм; пир, тăла тĕртсе кăларсан: пĕр тăрăх тĕртсе кăлартăм, теççĕ. || Мера ниток? || Звено. N. Вăл вăкăр хапхаран кĕреймен, ăна çичĕ тăрăх хӳме сӳтсе картишне кӳртнĕ, тет. (Такмак). Тайба Б. † Ултă тăрăх хăмана утса тухса пулмарĕ. || Плаха. Орау. Виçĕ тăрăх вутă исе килтĕм (три плахи). N. Нимене çич лав карăмăр. Тăрăхине пĕтерсе килтĕмĕр, çатрака юлчĕ. Собр. † Тăрăх-тăрăх вут сыппи, ялан ĕне ури айĕнче. Орау. Тăрăх, полено трехаршинное. Ib. Пĕр тăрăх вутă парса ярăр-ха мана кивçен. || Полоса. Толст. Унтан ункăран унка пĕр вершук çитейми тимĕр тăрăх илнĕ. || Местность. КС. ЧС. Пĕрре пирĕн тăрăхра выльăх мурĕ пулчĕ. Кан. Ункă тăрăхĕнче ун пек пуян урăх çук та. N. Хамăр тăр(ă)хсам çок. Нет людей из нашей местности. || Продольный. Ст. Чек. † Пруххăртейĕн хыçĕнче тăрăх хăма çураççĕ. Собр. Уйра тăрăх пăта тăсăлса выртат. (Йăран). N. Тарăх та выртрăм, Елекка, урлă та выртрăм, Елекка, юраймарăм, Елекка. (Старинное изречение). || Употребляется в качестве послелога. Орау. Манахсам тăрăх çӳрерĕм, вырăн çук. Паян кĕпĕрне хуçи патне кайса пăхмăр-ши? Вырăнсăр юлап вĕт. Халь Пашалу тута патне кайса килем-ха. Час килеп. N. Çак çын ĕнтĕ, юмăç каланине манас мар тесе, çул тăрăхах (по всей дороге): пĕр пăт тух-и, çур пăт тух-и, пĕр пăт тух-и, çур пăт тух-и, тесе таварăнать, тет. Ал. цв. 7. Çав пусма тăрăх вăл патша çуртне кĕрет. N. Вĕсенчен хăшĕ министр патĕнче, унăн канцелярийĕсенче ĕçлеççĕ, хăшĕ пĕтĕм патшалăх тăрăх ĕçлеççĕ. Мошков. † Ула кушак, шур кушак ширшанта (шаршан та?) тăрăх (scr. торэх) кускалать; ача чнпер (çавă пур та), хĕрсен тăрăх кускалать. Регули 173. Вăл каланă тăрăх эп турăм. Ib. 1308. Порне тарăх волать. Япала тăрăх шотласа парăп. Ib. 1085. Вăл мана хĕнерĕ, эп çавăн тăрăх (çавăнпа) çилентĕм. Хăр. Паль. З2. Мăя тăрăх çăмăр шывĕ кайрĕ. Урмаево. Карчăкăн ывăлĕ сахат тăрăх мар, минут тăрăх çитĕнет, тет (рос). Туй. Хĕрĕ унта мар, хĕр туйĕ вăл вăхăтра çӳрет хурăнташсем тăрăх. Батыр. Ашшĕ тăрăх ывăлĕсем. По отцу и сыновья. (Послов.). Чăв. й. пур. 5°. Кĕнеке тăрăх хисеп турĕç (счет, вычисление). Сенг. Манран (надо мною) киле кайнă чух çул тăрăхах кулса пычĕç. Кан. Апат кĕренкке тăрăх пĕрле çитереççĕ. Ib. Ăна халăх яуррИсем тăрăх çырнă. N. Чăваш ялĕсем тăрăх çӳреме тухса кайнă. Регули 172. Вăл панă тăрăх эп те патăм. Ib. 1307. Çол тăрăх йăвăçсем тăраççĕ. Ял тăрăх çӳрет. О сохр. здор. Вăл ĕç телей тăрăх пулать. Это зависит от счастья. Вишн. 59. Апата нумай çиесси вăл вĕреннĕ тăрăх килет. N. Ĕçленĕ тăрăх (или: тунă ĕç тăрăх), сдельно. О сохр. здор. Вăл çул тăрăх, е уйăх тăрăх килет (здоровье). КС. Арăм тăрăх, из-за жены. Ib. Çав ятлаçу сан тăрăх туххăрĕ (из-за тебя). N. Эпĕ инспектор патне çырса ятăм жалованье яман тăрăхран. Чăв. й. пур. 21°. Çав Ивана, хăй пит вĕçкĕн тăрăх, çынсем хăне те мăшкăллакаланă. Шурăм-п. Юрлакан хăй савнă тăрăх — кирек хăш кĕввине те юрлама пултарать. Регули 1070. Олпут ачишĕн (ачи тăрăх) анчах конта порнатăп. Ib. 117. Эп онпа поплесе пол тытаç тăрăх. Ib. 54. Эп онпа поплесе тыр сотмалли тăрăх. N. Эсир каçет тăрăх илтнĕ пуль. О сохр. здор. Çавăнпа палакансем, камитсем курма, юрăсем, ташăсем, килти вак-тĕвек ĕçсем çынсене пит усăлă, мĕшĕн тесен кирек кам та, ĕçлекен çын, ун тăрăх канать. N. Çав тăрăх ăна вăл малтанах пĕлтернĕ паллă вырăнне хунă. N. 1903-мĕш çулта, Кирилловка хулинче выставка пулнă чух, эпĕ унта хам пĕлекен тĕрлĕ ремесла тăрăх тунă япаласене ятăм. N. Пирĕн йомахласси те пиçмо тăрăх анчах. ТХКА 98. Кĕлеткем пĕчиккĕ пулсан та, кĕлеткем тăрăх пăхтартăм. НИП. Пăрлă шыв пуç тăрăх яратчĕ. N. † Ăмăрт-кайăк вĕçет шыв тăрăх, çамрăк ĕмĕр иртет кун тăрăх. Чураль-к. Урпа ани урлă, сĕлĕ ани тăрăх. (Хура пӳрт маччи). N. Урама тăрăх. ЙФН. Атти ани çула тăрăх. ЧП. Пирĕн ани çула тăрăх. N. † Ту-ту тăрăх тупăлха, турта тума юрĕ-ши? Шыва тăрăх хурама, пĕкĕ авма юрĕ-ши? Нюш-к. Вăрмана тăрăх чукун çулĕ иртсе каять. || Б. Яныши. Йăтти ачашланса тăрăх сикет, тет. Сред. Юм. Йытă паллакан çынна корсан тăрăх чĕвенет (встает на задние лапы, передними упирается на человека). N. Унтан тăрăхах йĕтĕн çине пир хураççĕ (в гроб). ТХКА 92. Хура йытă пулсан, мана хирĕç сиксе тухатьчĕ вăл йăпăлтатса, хӳрине вылятса, хам тăрăх сикетчĕ. Сред. Юм. Пĕр пĕчик йытăпа аптăранă эпĕ паян, пĕр май хам тăрăх сикет.

тăрăшшăн

употребл. в качестве послелога. N. Ваттисем каланă тăрăшшăн вăл хăех хăйне çăлаканăн ӳтне тупăка хунă. N. Вĕсен чĕри Соломон каланă тăрăшшăн усал тăвать. N. Юратнă çыннăм! ăслă çынсем каланă тăрăшшăн пирĕн хамăр çине анчах шанмалла.

тăркан

то же, что тăркач. N. Çук, юлташсем, ку юраман ĕç, хамăр çине кура-тăрканрах мăшкăл илни анчах.

хайхи

(хаjҕи), тот, о котором говорилось, то, что уже известно, упомянутый, известный. Хăр. Паль. 1З. Пальля тĕлĕнсе ларнă, хайхи чăтаймасăр: Асатте, мĕн вăл санăн хайлатать? — тесе ыйтнă. Оп. ис. ч. II. Хĕреслĕ урамра пĕр арăм куртăм та, акай пуль тесе чарăнтăм. Акай тиекен хайхи Якку арăмĕ пулчĕ кайрĕ. Я увидеда на перекрестке женщину и остановилась, думая, что это золовка. Оказалось, что та, которую я сочла за золовку,— жена Якова. Етрух. Хайхи çын чипер çӳренĕ çĕртренех чирлесе ӳкет. А.-п. й. 10. Ăçта каятăр, мулкач тус? — ыйтать хайхи тилĕ. Ib. 26. Хайхи кашкăр тухать тарать, тет, пӳртрен. Изамб. Т. Хайхи! тесе кăçкăрса ячĕ Урттемей. (Ул унччен малтан темиçе çынна курăннă). Толст. Çавăнтах вĕсем каялла хăшăлтатса чупса та кĕчĕç: хайхи! хайхи! (он, он, т. е. Пугачев), теççĕ хăйсем. Сред. Юм. Эс хайхине асту вара. Ты припомни то, о чем ты знаешь (что-нибудь секретное). Ib. Анне, хайхине пар-ха. Мама, дай-ка мне того (известное). СТИК. Кус-ха, хайхи патне чупса кайса кил. Поди-ка, сходи к нему (к известному говорящим человеку). М. Карач. Хайхине чăнах та тăхăр çула çитсессĕн, мана атте хут вĕренме пачĕ. Регули 931. Хайхи чохне эпĕр мĕн кортăмăр, каласа кăтарт-ха. Альш. Елшелсем юратрĕç хайхи мана. Полюбили это меня альшеевцы. ЧС. Эпĕ нимĕн калама пĕлместĕп, выртнăçемĕн йăвăрланатăп, хайхи эпĕ вырăн çинчен тăрайми пултăм. N. Акă хайхи кулăш çын. М. Шигач. Вĕсем вара кашкăра корнă та, кăçкăрма поçланă, кашкăр хайхи сикме поçланă. Ib. Вĕренсен-вĕренсен, манăн хайхи вĕренес килми полчĕ. N. Ак хайхи килчĕç, эпĕ пĕр чĕнмесĕр выртатăп. Изамб. Т. Ку арăмне хайхи Микуç пĕрре те пулăшмасть. Альш. Пĕр-пĕрин калаçнине, пĕр-пĕрин тумне вĕренетпĕр хайхи пурăна-киле. || Употребляется для замены нецензурных слов, а также для замены всем известных предметов, о которых речь была впереди. СТИК. Регули 712. Хайхи япалана кăтарт-ха. Ib. 932. Хайхине кăтарт-ха. СТИК. Хайхин патне (к тому, известному говорящим, человеку) станавуйсем килнĕ, тет. Альш. Инçех те мар уччилнирен пушар.— Пĕтрĕмĕр, çунатпăр хайхи, тетĕп эпĕ. N. Ак хайхи! СТИК. Унта-кунта пытăмăр, çавăнта карăмăр... Хайхи каç та пулса карĕ. Ачач 104. И-и, пĕлтĕм хайхи: страшниксем тытасран урăхла тумланнă пулмалла. ТХКА 51. Киле епле таврăнмаллине те пĕлместпĕр хайхи. Лашасем те çук; хамăр та çĕрле, тĕттĕм çĕрте, сĕм вăрманта аташнă, çӳретпĕр, ниçта туха пĕлместпĕр. || Каков, а! КС.

хак

цена, стоимость, ценность. Начерт. 180. Хак, цена. N. Кулак тырă кивçен парсассăн та, икĕ хака хурса панă. N. Сĕлĕ мĕн хакра çӳрет? N. Тырă хакĕ мĕн хаке (!) çӳретĕ? Завражн. Çавна тусан тин вара пор тавар та, пор çĕрте те тин пĕр хак полĕ. N. Вăл мана çĕр тенкĕ хакне пулчĕ. N. Вĕсен мĕн пур япаласем икшер хак. N. Ăсем хунинчен виç рас ытла хак парса илтĕм. N. Çăмарта мĕн хакпа илеççĕ? N. Тырă хакĕ хаклă мар. Кан. Хаксем çакăн пек тăчĕç. N. Çав тĕрлĕ тарпа тупнă япалаçене çур хакпах тенĕ пек салататăр. Б. Олг. Эп пыртăм пăрçа çăнăх патне, хакĕ пĕр хаках пăрçа çăнăхпа яшкалăх çăнăх. || Б. Олг. Что ыраш çăнăх паян мĕн хак туат-ха? — Тен, илтмен эп, пĕлместĕп-ха эп, çăнăх орамне эп çарăнман-ха. Юрк. Кăсем те хăйсенĕн хакĕсене каласа параççĕ, килĕшеççĕ мĕн тăваççĕ. N. Шанчăклă тусăн хакĕ çук. N. Кун пек лаша пирĕн алла кĕрейĕ-ши çак хака? Чăв. й. пур. 12. Арманĕ хакĕ ултçĕр тенкĕ пулнă. Альш. Епле пулсан та çур хакалла мĕне килет, тет. N. Хакне хак парса. N. Хакне хума çук, пит паха чул. Изамб. Т. Хакне ӳстер, прибавь цену. Капк. Хайхисем хак татаççĕ (определяют цену) те, тухаççĕ Шупашкара кайма. Якейк. Телянккă илнĕ чох пилĕкçĕр тенке çитиччен хак хăпартса карĕç. Ib. Эпĕр хак хăпартса илтĕмĕр. Мы дали дороже и оставили за собой. Сред. Юм. Хак тунă. Цену положили (определенную). || Должная цена. Аттик. Хакне хак тени — хаклă тăк хаклă тени пулать. СЧЧ. Тата пĕр çыннăн ĕнине хакне хак парса сутăн илеççĕ те, пусмашткăн (?) чӳклеме аста пĕлекен çынна параççĕ. (Çăмăр учукĕ). N. Хакне кайĕ. Альш. Хак килĕш, уславливаться о цене. КС. Нимпа та хакне çитермеççĕ (не дают должной цены). N. Пичу хак турĕ (сказал цену), а эсир тата хак тăватăр. N. Çурма хакпа сутас, ик-виç хак парса илес (за тройную цену). С. Тим. † Хĕр пултăр та, пур пултăр, пурçын кĕпи тăхăнтăр. Пурçын кĕпи укçа хак, пирĕн вăйă тĕнче хак. N. Укçа хакне тăракан. N. Хăй хакĕпе, по себестоимости. N. Вăл пиçиххи унăн икĕ ылтăн хакне тăнă (стоил). Капк. Ун чухне тăвар пăчĕ çирĕм пăт ыраш хакне çитрĕ вĕт. Шел. II. 56. Пĕтĕм хули хакне ӳкнĕ. N. Вĕсене асаплантарнисем çинчен пĕтĕмпех çырсан, хут та çитес çук. Ылтăн витнĕ çурт хакнех çитсе ларĕ. Арзад 1908, 52. Хак кăлар, наверстывать стоимость. Баран. 42. Вара тин (только тогда) асапланса улăхнийĕн (подьёма на гору) хакĕ тухнине сисĕр. N. Атя ĕнтĕ, илсе кай пире. Тăрăшнă хакне тавăрăпăр. К.-Кушки. Эпĕ вăл сурăха чăхă хакĕпе илтĕм. Я купил ту овцу по цене курицы. || Не переводится. Изамб. Т. Ку çыхă пушăт мĕн хак тăрат? Что стоит эта связка лыка? Яргуньк. Мĕн хак пĕр улми? Баран. 160. Çак сурăхсен çăмĕ çеп-çемçе, тем тĕрлĕ хака çӳрет. N. Мĕн хака сотрăн? Хурамал. Какай мĕн хак? Почем мясо? ЧП. Аршăнĕ мĕн хак? — терĕм. Ib. Пĕр чуп тăвасси тĕнче хак. Якейк. Эсĕ мĕн хакпа илесшĕн? Ты сколько хочешь дать? Пазух. † Хăмачă мĕн хак? терĕм те,— сакăрвуннă, теейрĕ. Орау. Юсанă хакне тăмаст. Не стоит починки. N. Çирĕм пакша хакне (тĕшне) тăрать. Стоит 20 белок. || Плата. Изамб. Т. Ик хак тӳлесе (двойную плату). Рак. Илĕр, хĕрсем, панулми, хакне хамăр тулĕпĕр. Бес. чув. 6. Лашине вăл пысăк хак парса илмен пулсан та, ун телейне лайăх лаша пулнă. || Плата за работу. Б. Олг. Каран хуа арлат, арласа çитеримест, çынна парат арлама; кĕренкки арлама вонçичĕ пус, хакне тӳлет ĕçленĕшĕн. N. Вырма мĕн хак? Юрк. Улпут мана Пăва уесне ярат, хакне З60 тенкĕ çулталăкне турĕ. || Прибыль. Баран. 24. Пĕр çын пĕкĕсем авса, вĕсене хака сутса пурăннă. || Престиж, авторитет. N. Çапла вара хăй хакне çын умĕнче те çухатать. N. Вĕсене пурне те килнĕ вилĕм хакран кăларчĕ. N. Тарăс-тарăс Татьене, укçа парсан Укçине; упăтенĕн йĕмĕ çук, ташлаканăн ăсĕ çук! Халăх çинчи хак! Сунчел. Халăк çинче хак! (Кулаççĕ). || Дорогой, ценный. ЙФН. † Хусан лаши — хак лаши, хак лашаран хăрамарăм, вăрă-хурахран хăрарăм.

хаклаш

торговаться. Альш. Вăл хаклашма пĕлет, эпир хамăр чухлаймастпăр, теççĕ лешсем. Хурамал. Пушăт хаклашма килтĕмĕр (торговаться). N. Пит нумайччен хаклашаççĕ.

хамăр

мы сами, себя. N. Эпир хамăр, мы сами. ГФФ. † Эпир хамăр çавнашкал та, ăçтан ĕçкĕ онталла та. Мы и сами такие — где выпивка, туда и мы. ГФФ. † Эпир хамăр çавнашкал — сăрине тума полашмастпăр, ĕçкине ĕçме полăшатпăр. Мы и сами такие. Варить пиво не пособляем, а выпивать помогаем. НР. † Хамăр çолнă çарана паккусĕнчен паллатпăр. Скошенный нами луг по покосу узнаем. А.-п. й. 4. Мулкача хамăр çиеймерĕмĕр те. Сюгал-Яуши. Çулăмĕ тухсан, хамăр çуннă паках туйăнчĕ, эпир тата хытă макăра пуçларăмăр. Изамб. Т. Хамăртан пуçне (кроме нас) пилĕк ача пур. || Наш, свой. Хамăртан (за свой счет) çияс полсассăн, йӳç кăшман та тутлă поль. НР. † Çав хамăр ял ачисене... Парней нашей деревни... Ой-к. Вăл хамăр патшалăхра пулĕ-и, тет. N. Хамăр патăртан иртнĕ чухне каç иртетни, кăнтăрла иртетни, кăнтăрла пусан хамăр ял-йышсене куртăн-а? Альш. Вăл киле пырса кĕнĕ чух, ют ялта та, хамăр ялта та, сăра йăтса кĕрет чĕреспе. ТХКА 51. Мĕнле ку? Хамăр уй пек туйăнмасть мана,— тет атте. Ib. 70. Киле таврăннă чухне, хамăр урамра, атте пире: юрлăр, терĕ. Байгул. † Ай-хай кинçĕм хамăрăн, хамăр майлă турăмăр. Календ. 1904. Хамăрта (на нашей родине, в нашей стороне) тăвакан пахча çимĕç вăррисем. N. Эпир хамăр укçана çухатрăмăр. || Юрк. Эпир хамăра пулсан (по нашему мнению) аван пурăнатпăр пек, пăхăсăн, пирĕн килти тăвансем пурте пиртен лайăхтарах пурăнаççĕ.

хамăра хамăр

(мы) сами себя. О сохр. здор. Эпир хамăра хамăр чир мĕнрен пулассине астуса тăрсан... К.-Кушки. Хамăра хамăр хуплантăмăр.

хамăрăн

наш, свой; род. п. от мест. хамăр.

хамăр кассем

люди, живущие с нами на одной улице. Бугурусл. Унтан тытса утлантăм та, хамăр кассемпе киле карăмăр.

хамăр тенĕ çын

свой, близкий (нам) человек. К.-Кушки. N. Вырсарникун миме пекки турăмăр, хамăр тенĕ çынсене чĕнтĕмĕр.

хамăрти

близкие нам; с нашей стороны. N. Ялтан та яла эпĕ çӳрерĕм, тупаймарăм хамăрти тăвансене. Хамăр тĕрлĕ, как сами. Хам вĕççĕн, (я) сам один, сам собою, в одиночестве. Сред. Юм. Хам вĕççĕн çиç çисе тăранкаласа пôрнап та, апат та хакла ӳкет.

хапăс

(хабы̆с), назв. 17 селений. Ярмушка-к. Хапăс — 17 ял; çав вунçичĕ ялăн çĕр пĕрле пулнă. Ib. Хапăс çĕрĕ çинче, Сунар шывĕ çинче. Атмал-к. Эпир хамăр хапăссам, анат енчи чăвашсам, виç çил арман кутĕнчи Вылы туйпе килтĕмĕр. || Назв. с. Абызова. Панклеи. || Имя человека. N. Хапăс (фонетика сомнительна).

харăсăн

враз. КАЯ. Эпĕр: атьăр, терĕмĕр те, ыталанса, хамăр пĕлнĕ юрра юрласа, хуллен харăсăн утса хăпарма тытăнтăмăр.

хаçат

(хаз’ат), сейчас, только что, вот-вот. Чертаг. Хаçат çак вырăнта порчĕ. СТИК. Хаçат (вот сейчас) çакăнтаччĕ, ăçта кайса кĕчĕ. (Япалана шыраса тупаймасăр аптраса çитсен, çиленнипе çын вара çапла каласа вăрçса çӳрет). || Быстро, скоро. Орау. Эпĕ улма йăвăçĕсене акса турăм, çавăнпа час пулмарĕç ман улмасем. Халĕ хаçат тăваççĕ; ик-виç çултан улма çиеççĕ. || Доподлинно. Орау. Вăл килмессине эпĕ хаçатах пĕлсе тăратăп (доподлинно знаю). N. † Нар пак хĕрлĕ чĕрем тата пулĕ, хаçат (çывăх) хамăр тăван пек пулмĕ.

хатĕр

(хадэ̆р), готовый, законченный, готово. N. Ленин — Сталин ĕçĕшĕн кĕрешме хатĕр пул! К борьбе за дело Ленина — Сталина будь готов! А.-п. й. 103. Сутьесем патне кай та, çак йĕке вĕçне парса çапла кала: пурте хатĕр, тĕртме стан çук, çакăнтан стан туса парăр, те. Иди к судьям, отдай им вот этот кончик и скажи: все готово, только нехватает ткацкого станка. Пускай сделают из кончика веретена станок, тогда будет в точности выполнено их приказание. Ивановка. Сутпа илме хатĕр укçасем те çукчĕ. N. Çав ĕçе хатĕр туса хурас, теççĕ. N. Пурне те тӳсме хатĕр пулнă. Выла. Пур тавраш та хатĕр пулса çитсен... (когда будет готово). N. Вăл пур ырă ĕçшĕн те хатĕр тăратчĕ. Н. Карм. Мĕн çырмалла тата сире, çырса ярăр, эпĕ пурне те итлеме хатĕр сирĕнне; хасăр сирĕншĕн асапланма та хатĕр (готов). N. Хăтасем калаççĕ: хатĕр-и эсир? N. Çавасем хатĕр мар. Мусир. † Ах, аппаçăм, йыснаçăм, хăçан пыма хатĕр пулăр-и (когда будет угодно пожаловать). Ердово. † Тоя кайма тăрсассăн пирĕн пек хатĕр ачи çок; ĕç ĕçлеме тăрсассăн пирĕн пек кахал ачи çок; ах апла мар, апла мар, ĕç ĕçлеме тăрсассăн пирĕнтен хатĕр ачи çок. ГФФ. † Ай, хатĕр, той хатĕр! Хамăр та хатĕр полмасан тойçи хатĕр полас çок. Ай, готова, свадьба готова! Если мы сами не будем готовы, то и свадьба не будет готова. || Н. Карм.† Тимĕр арчасенĕн уççийĕ çук, манăн çамрăк пуçăн хатĕри çук. || Принадлежности, инструмент. Ивановка. Лавсем çине михсем, арчасем тиесе хурса лашисене кӳлсен, пур хатĕр те çитсен, эпир пурте лавсем çине тухса лартăмăр. N. Пурте хатĕр çитсен, хĕре йĕртме кĕлете илсе каяççĕ. Сред. Юм. Сирĕн хатĕр çитнĕ-и? Вы собрались что ли? КАЯ. Чӳк тунă çĕрте кирлĕ хатĕрсене хатĕрлеме вăлсем ик ăстарика суйласа хураççĕ. Сиктер. Вара мĕн пур хатĕр çитсен, кӳршĕсене йыхăраççĕ. N. Сирĕн хатĕр çитет-и? тет. Готово ли у вас? || Продукты. N. Кашни кун курăк тымарĕсем тупса пырса хĕрарăма тăрантнă. Вăл хăй те çав хатĕрсенех çисе пурăннă. || Угощение. К. П. Прокоп. Кăçалхи çул çав вăкăра пирĕн ача туйĕ хатĕрне тытса пуснă иккен. Тайба Б. † Аната пĕве пĕверĕм хуркăвакал хатришĕн (хатĕрĕшĕн). || В соединении с глаголом ту — почитать. Хурамал. Çак çынна пур-те хатĕр тăваççĕ (почитают). Ib. Пире хатĕр тунăшăн вăл хатĕр тутăр. || Заряд (для выстрела). N. Ман тепре авăрламалăх анчах йолчĕ хатĕр (порох и пр.). || Снаряд. N. Халь вăрçă хатри (хатĕрĕ) кăлех пачĕç. || Сбруя. Ст. Шаймурз. Шап-шур çăмран кĕççе çаптартăм улма-чăпар утăн хатришĕн (хатĕрĕшĕн). || Кремень об огниво и пр. Панклеи. Чĕлĕм хатĕрне çаппĕр. || Буин. Арăм хатĕрĕ, теççĕ, упăшка йăли, теççĕ.

хыв

(хыв), скидывать, снимать. М. Сунч. Пурте çĕлĕкĕсене хывса сулахай хул хушши айне хунă. Янтик. Кĕпе тарласа кайнă та, нимпе те хывăнмаст. А.-п. й. 60. Ме хамăнне хывса парам,— тет пукани. Орау. Эпĕ сăхмана алăкран кĕрсенех хывса хутăм (или: хывса çакрăм). Я разделся в передней. Ib. Хыв тумтирне, апат сима тумтирпе лараймăн. N. Атăла курмасăр аттăна ан хыв, теççĕ. (Послов.). Ала З°. Салтак çĕре (кольцо) вараланат тесе, хывса хучĕ, тет, чӳрече çине. Изамб. Т. Акса пĕтерсен мăйĕнчен пăтавккиие хывса урапа çине хучĕ. || Класть, ссыпать. Менча Ч. Эй, ырă туррăм, çичĕ тĕслĕ тыррăма — пуллăма çичĕ пӳлмене хывма парăсăнччĕ. (Моленье „ака пăтти“). || Класть метку (паллă, кĕлеме). Ст. Чек. Вутти çине (на свои дрова) кĕлеме хывнă (положил клеймо). || Ставить что, куда. Альш. † Хура вăрман хыçне капкăн хыврăм. Орау. Çăкăр хывас; салат хывас; кăмакана тыр хывас. КС. Хыв, ставить в печь çаралла, напр., çăкăр хыв, пашалу хыв, çип хыв. (Однако: куршук ларт, чукун ларт. || Çутт. 43. Эпир пурте авăн хывма тухрăмăр. || Складывать. Ст. Чек. Вутăра епле йăнăш хыврăр. || Накладывать на шею. Кан. Паллăран паллă çпекулянт. Аванах ĕнсене хывать. || Набивать (лед). N. Паян нӳхрепе юр хыврăмăр. Орау. Нӳхрепе хывма кӳлĕрен пăр касса кăлараççĕ. || Наливать. П. Пинерь. Сар алтăрпа пыл хывăрăм, ялан шупчăксем килчĕçĕ ĕçлемешкĕн. Сиктер. Сăрана йӳçнĕ чуне те астивмеççĕ, тӳрех пичĕкене хываççĕ. || Лить, отливать, ковать (металл). Янтик. Саратов енчĕк сар енчĕк, тулне пурçăн туртрăмăр, ăшне кĕмĕл хыврăмăр. Ал. цв. Çийĕнче ылтăнтан шăратса хывнă тумтир пулнă. Пазух. † Ĕнтĕ ылттăнăм çук, кĕмĕлĕм çук, услам-çуран хывнă чĕлхем çук. Кĕвĕсем. Услам-çуран чĕлхе хывтартăм ялан хамăр тăвансемпе калаçма. N. Суха тимри хывма. Лашм. † Ылттăн сулă хывса паракана кĕмĕл сулă хывса парăттăм. || Йӳç. такăнт. 10. Пĕр тупанра шăлĕ тухнă, тет. Тупан хывмасăр кулме те юрамасть, тет. || Не переводится. Орау. Якур пĕтĕмпех ашшĕне хывнă (весь в отца). || Установить, наводить, построить, мостить. Султангул. Чупрăмах та антăм та, ай, шыв хĕрне, хусахсем те кĕпер те, ай, хываççĕ. Синьял. Пĕчик çырма, тарăн шыв, кĕпер ан хыв, ут сиктĕр. НР. † Хорăн хоппинчен кĕпер хыврăм. Берестой я мост вымостил. Альш. † Чассавни кассинче каçă хываççĕ шыв урлă. Алших. Çĕнĕрен кĕпер хывса тухрăмĕр. Ау 75. Куртăм, йинке, куртăм, çӳлĕ ту çине çурт хывнă. || Валить, насыпать (насыпь). Альш. Кат (гать) хывнă. || Свить (гнездо). Тим. Симĕс пӳрт тăрринче чăпар куккук çĕрне-кунне пĕлмесĕр авăтат; яла килсе йăва хываччен авăтаясчĕ вăрман тăрринче. || Восстанавливаться. Альш. Вĕсем ӳпке татăлса тухать, теççĕ, çĕнĕ упке хывать, теççĕ (у больных). || Наливаться. О земл. Çу уйăхин пуçламĕшĕнче акса ĕлкĕрейсен, вика Питравкана хутаç хывма тытăнать. || Сметать (стог, копну). О земл. Анкартне куçарсан, капана хываççĕ. Сред. Юм. † Утмăл та карта утине йĕкĕр те капан ут хыврăм. Якейк. Паян эпĕр утă хума каятпăр = утă пуçтарса капана чикетпĕр. Трхбл. † Вуник те купа эп ут хыврăм. ||Надуть, навеять, замести. N. Хĕлле тата яла юр хывса тултарасран сыхлать. N. Йывăç юппине юр хывнă. || Проложить (дорогу, след). Ст. Шаймурз. Çырма хĕррипеле çул хыврăм. Ст. Айб. Аслă вăрман хыçне шур юр çунă, хура сăсăр тухнă та, ай, йĕр хывнă. Трхбл. † Хура вăрман касрăм та эпĕ çул хыврăм. Богдашк. Хура вăрман хыçне эп çул хыврăм. || Копить, наживать. Альш. † Чунне хĕнесе мул хывакан, вутпуççи-тĕр унăн чĕрисем. || Назначить, установить цену. Никит. Хакне икĕ çĕр тенке хыврĕ. || Начинать (дело). ЧП. Хампа харăс хывса юрлакан. Изамб. Т. Ыраш вырма тухаччен пĕр-ик кун малтан çурла хываççĕ. Унтан вара пикенсех (решительно) вырма каяççĕ (т. е. сначала лишь делают почин). N. Çорла хыв, çава хыв, начало жатвы. КС. Çурла хыв еще значит: сделать серп. || Ставить себя (высоко). N. Хама хам çӳле хывса пĕтрĕм. N. Тантăшусем умĕнче пуçна асла ан хыв. || N. Вăл ырра усала хывса инкек тăвасшăн çӳрет. || N. Пĕр ĕçлемесĕр пуçа наяна хывса çӳрекен пулнă. || Ссылаться. N. Ĕлĕк пĕр арăм чире хывнă, тет. N. Ак хай амаçури чире хывса пилешпе палан çирĕ, тет те, ну хăса пуçларĕ, тет. Изамб. Т. Пуçне ухмаха хывнă та каланине те итлемес. || Принимать к сердцу. Н. Седяк. Ырă çынсем çумне ларнă чух ырă сăмахна ăшна хывса лар. N. Вĕсем каланине пурне те эпир ăша хываттăмăр. || Вносить (деньги), отдать, платить (долг). Орау. Ампар тырри кайса хыврăм (в общественный амбар). Ib. Вăйпĕрни хулана куланай хывма кайнă пулнă (внести подати). N. Куланай хываççĕ. N. Пайтаххăн укçа хывакан пулĕ. Кан. Мĕншĕн сутнă таваршăн кассăна укçа хывмарăн? || Приносить жертву. Чураль-к. Ăçта каян, Марина, Марина? — Мăн мăкăр хывма каяп, каяп! См. çимĕк. N. „Вара çав мимĕре „чун пăттипе“ вилнĕ çынна чăн малтан хываççĕ. Хывма чашкă çине хывмаççĕ. Тупăк тунă чух чăн малтан пулнă турпаса илсе кĕреççĕ те, çав турпас çине хываççĕ те, тупăк тунă çĕре илсе тухса ытти турпассем çине пăрахаççĕ“. N. Ак сана эпĕ икерчĕ (е урăх. япала) хыватăп, тет. Ст. Чек. Хывас, вилле хывас (бросают куски пищи и льют пиво). ЧС. Асатте ячĕпе ытти вилĕсем те асăнса ĕçсе çиччĕр тесе хыймаллу пĕçерсе хыврĕç (при похоронах). N. Хываççĕ тесе ак мĕне калаççĕ: умăнта пултăр тесе çăкăр е куймак татса пăрахаççĕ. N. Хывса пĕтерсен, хăшĕ-хăшĕ калаççĕ: тăкас теççĕ; тата хăшĕ-хăшĕ калаççĕ: тăтăр-ха пăртак, çитĕр, теççĕ. Тайба Т. Хвелюк йинкене хывса тăкрăм, çав тытнă пулĕ тесе шухăшлатăп. Ib. „Çĕнĕ тырă ĕлкĕрсен, ăна е сутса, унтан çимелли япала илсен, е çĕнĕ тырăран çăкăр пĕçерсен, çиме тытăниччен вилнисене (ваттисене) татса пăрахаççĕ. Чăн малтан ратнисене асăнаççĕ. Кăна: вилнисене хывнă, темеççĕ,— асăннă, теççĕ. Çемерен кам та пулин чирлесен: ăна вилнĕ çын тытнă, теççĕ. Вилнĕ çын тытсан, хывса тăкас пулать (е хывас пулать), теççĕ. Ратне çынни кăна мар, ялти урăх пĕлĕшкелесе пурăннă çын та тытма пултарать. Хывма çăкăр сăмси касса илсе (горбушку), сăмахсем каласа таткалаççĕ. Таткаласа тăксан, ăна савăт çине хурса хапха тăпсине кайса тăкаççĕ. Вилнĕ çынна пистерес тесен, хывсан тăкма кайнă чух савăтне шăпăрпа хĕнесе тухаççĕ“,— тесе çырнă ĕлĕкхи çинчен. Собр. Хывнă каç тĕнĕ витĕр пăхсан пӳртелле, сĕтел хушшииче вилнĕ çынсем апат çисе ларни курăнать, тет, çав çын вара вилет, пулать. Аттик. Вара чара çине вилнĕ çынсене асăнса çухи, икерчĕ, çăмарта хăпартни, хăпарту таткаласа хыва-хыва çиетчĕç. Чăвашсем 33. Ăна алăк патне çурта хываççĕ, килте миçе вилĕ çавăн чухлĕ çурта çутаççĕ. Юрк. Мимĕр пĕçерсе куçне сарă çу хывса... Сред. Юм. Пĕри итем хыçне тохса хывнă (жертву поставил в поле). Ст. Яха-к. Ватă çынсем, çăварни тухса кайнă каçхине, вырсарникун каç, пурте мар, хăшĕ-хăшĕ анчах выльăх-чĕрлĕхсене, çăварни ернине чипер лайăх иртернĕшĕн, вилнĕ çынсене хывса тăкаççĕ. Хурамал. Мункун иртсен тепĕр куна (понедельник) хывнă кун тенĕ. || Употребляется в качестве вспомог. гл. Демид. Якав пĕтĕм калаçма ăсталăхне кăларса хывать кун умне.

хывтар

(хывдар), понуд. ф. от гл. хыв. Юрк. Кăçал çĕлетнĕ сарă кĕрĕкме хывтарас çукчĕ шухăшăмра. N. Юпасăр кĕпер хывтартăм. (Пăр шăнни). N. Пăхăртан çĕлен кĕлетки хывтар. Собр. † Кĕмĕл çĕрĕ хывтарар-и ялан таса кĕмĕл укçаран. Батыр. † Кĕмĕлтен çĕрĕ хывтартăм, сылтăм алла тăхăнтăм. Сиктер. Ашшĕ тимĕрçе тимĕр чупмар хывтарнă. N. Хурçăран хачă хывтартăм, хура пустав тăрăх касмашкăн. Чăв.-к. Вакă-тĕвек тимĕртен платник пурти хывтартăм: çичĕ ютпа тавлашма хурçă чĕлхе хывтартăм. N. Пурта хурăç хывтартăм. N. Тата хайхи хамăр уйрăлнă çул сĕлĕ вăрлăхĕ пачĕçĕ; вăл сĕле хамăр илменччĕ, пăяхам илнине 7 пăт хывтарчĕçĕ.

хып

(хып), брать в рот, хватать, схватывать. N. Çăвара чĕлĕм хыпса. N. Чĕлĕмне пĕр енне хыпнă. П. Патт. 2З. Эсир (кăвакалсем) çăварăрсемпе патака иккĕн икĕ вĕçĕнчен хыпса пырăр. Орау. Шăнкăрч çăварне темскер хыпса килчĕ. Юрк. Çăварăма пĕр пăрçа анчах хыпсаттăм, шăлсем çук пирки çăварта пăртак шӳтĕрсе çемçетсен çийĕп, тесеттĕм, вăл та пулин çăвартан тухса ӳкрĕ. Буинск. Ача ĕмеймес, хыпаймас. Çутт. 26. Аллине çăвара хыпса çӳремест. N. Амăшĕ ăна, çăварĕпе хыпса, карташне илсе тухнă. Лап-к. Шалта пĕр çăртан çăмартине хыпнă çăварне. Юрк. Шап-шурă мĕн, шурă кайăк çурисем чечек пуçне хыпса выляççĕ. О сохр. здор. Ыратнипе тапкаланать, йăнăшать, çăварне тăпра хыпа-хыпа илет. К.-Кушки. † Пĕрчĕ, пĕрчĕ юр çăвать, хыпса юлăр ачисем. Çутт. 157. Икĕ йĕп-тăррине пулă тытса хыпнă, иккĕшне шапа хыпнă. Н. Лебеж. Çисе яма кашкăр мар, хыпса çăтма упа мар. Чаду-к. Вăл килсенех пире пӳрчĕ-мĕнпех хыпса ярать. С.-Устье. Акар йăттийĕ татса хыпах çиса ячĕ (разорвала ее), тет. А.-п. й. 57. Чее тилĕ йăвана кап! анчах хыпса çăтрĕ. || Есть, кушать. КС. Значение хып зависит от кушанья и тона: или значит кушай или жри. ПТТ. Унта вара пысăккисем çăмартасене валеçсе параççĕ. Ачасем кĕлĕ-мĕн тумаççĕ, парсассăнах курак пек тӳрех хыпса яраççĕ. (Сĕрен). Б. Олг. Хыпат, тет, тăранимест, тет, кормани эс мĕн-и тет, капла çăтасшăн, тет. Сред. Юм. Хыпса яр çав татăка. Съешь этот кусок. Хăр. Паль. 12. Ăна та (çăкăр татăкне) хыпса янă. Йӳç. такăнт. Т. Ларăр хыпма, йĕпе сăмсасем. Актай. Чавсан-чавсан, ку вилнĕ çынна кăларчĕ, тет те, хыпса ячĕ, тет. || Клевать (о птице, о рыбе). Янтик. † Шĕлещен кайăк чĕппи мĕн çиет? Тулă пĕрчи хыпать, сĕт сыпать; пирĕн аппа-йысна мĕн çиет? Кулаçне хыпать, пыл сыпать. Хурамал. Пулă хыпать-и? Клюет ли рыба? Б. Олг. Ан кăчкăр, полă хыпат, кăчкăрса ан ворăр! Альш. Пĕр-пĕр хыпакан тĕлĕрех (где рыба клюет) пырса ларать те, ларать кунĕпе çавăнта турта-турта кăларса. Байгул. Шур Атăла вăлта ятăм, вăлта Ятăм, хыпмарĕ. || В перен. значении (заливать берега). Йем.-Таяпи. Çырмара шыв нумай, çыранне хыпса тăрать (как бы держит в губах, т. е. захватывает берега, и их не видно. || Хĕн-хур. Итле мана, Якку: ырантан вара хамăр патăмра Анушăн тĕсне ан курам! Мĕн хыпма илсе килтĕн эсĕ ăна? (на что, к чему). N. Мĕн тума килнĕ вăл кунта? — Хыпма килнĕ! (сдуру). ГТТ. çта хыпатăн? Куда ты торопишься? (в еде). Орау. Мĕн хыпса каям эп унта? Сятра. Мĕн хыпса ларатăн? Что ты тут торчишь?

хыпар

(хыбар, Пшкрт: хыβар), весть, известие, весточка, сообщение, уведомление. N. Килти хыпара илтессĕм килет. (Из письма). Макка 130. Хам та çырман та ĕнтĕ, сирĕн хыпара та эпĕ пĕртте пĕлместĕп. N. Эпĕ халĕ вĕсен хыпарне пĕлместĕп. Известий о них я не получал. N. Вĕсем çинчен ниçтан та хыпар тавраш, илтĕнмен. N. Çав пулнă хыпара илтсен, пурте тĕлĕнсе анчах тăнă. Ib. Арăмĕ килте çук хыпара илтсен, çавăнтах ача пек макăрса янă. Ib. Вăл ашшĕнчен арăмĕ ача çуратнă хыпара кĕтнĕ. СК. Санăн хыпара (известие от тебя) илтсен, манăн чунăм савăнать. N. Хыпар ил, получить известие. N. Вăрçă çинчен ним хыпар та пĕлмесп çырма, чарнас хыпарĕ çук. Янш.-Норв. Хамăр илес хăнасе хыпар малтан ятăмăр. N. Сирĕн хыпара (о вас) илтес килет. (Из письма). Пазух. † Хыпар ятăм ют яла, килтĕр терĕм выляма. N. Килти хыпара час пĕлес çук. || Новость. А.-п. й. 48. Мĕнле çĕнĕ хыпарсем? Какие там новости? Ib. 96. Тепĕр икĕ уйăхран, ыраш шăркана ларсан, Сахар илтет çĕн хыпар. Абыз. Кунта ним хыпар та çук-и? N. Килти хыпара пĕлсе килем, тет. N. Кунта çĕнĕ хыпар ним хыпар та çук. Ачач 54. Мĕн çĕнĕ хыпар тавраш илтĕнет-ха Раççей çĕрĕнче? тесе ыйтрĕ ак кайран кĕнĕ пĕр арçынĕ. Самар. Эпĕ сирĕн пата килтĕм ăшă хыпара, тутлă чĕлхене, сирĕн хĕр пур, пирĕн каччă пур, хăталлă пулма пулмĕ-ши? N. Хусанта хыпар епле илтĕнет? Ăшă хыпар пур-и, çук-и? (Из письма). N. Ăçтан пĕлтĕр вăл хыпара? Баран. 62. Хрантсус хыпарĕ пур çĕре те час сарăлса çитет. N. Эсĕ çавăнта кайса пăхса, пиччусенĕн хыпарне пĕлсе килччĕ. N. Хайхи ача тӳре патне хыпар пĕлме пынă, тет. Юрк. Мускавра мĕн ăшă (благоприятную, хорошую) хыпар илтĕн, мана çырса ярса пĕлтерме тăрăш. N. Мĕн хыпар? (Говорят пришедшему).

хытса кай

затвердеть; окоченеть. Кĕвĕсем. Кайăксем тăраççĕ тăнласа хытса кайнă сăнĕсемпе. Янш.-Норв. Хам хăранипе шăм пек хытса кайнă, пĕр вырăнтан та тапранаймастăп. Ib. Эпĕ: кăсемпеле мĕн пулат-ха, тесе, хăранипе ни пăшал пеме пĕлмесĕр, пĕтĕмпех хытса кайрăм. СЧЧ. Пичче; вăл апла каласан, тата пушшĕ, ăш хытса кайиччен кулатăп, тет. А брат говорит: „После его этих слов я стал хохотать еще пуще“. Изамб. Т. Хамăр хăранипе хытнă та кайнă. || Изумляться. Баран. 37. Ерешмен çине Иван ăнтан кайса пăхса выртнă, халиччен курман пек ăна пăхса хытнă кайнă. N. Н. И. вуласа хытса карĕ, каçса кайса.

хистер

стараться. N. Эпир, сирĕн патăра çитменсем пек, хамăра хамăр маларан мала каясшăн хистерместпĕр.

хулăн

(хулы̆н), толстый. N. Хĕлле пăр хулăн шăнать Ст. Чек. Темĕскер, çӳлĕ те хулăн, çул çинче тăрать. Ib. Хулăн çын, толстый. N. Вăл пит хулăн çын ларнине курнă. || Низкий (о звуках). Ачач 29. Хăнкăр-хăнкăр! хăнкăртатаççĕ хулăн-уçă саслă хăнкăрмасем. || Густой (о хлебе). N. Уйĕнче те тырă-пулă хулăн пулать. || Богатый, зажиточный. Пазух. † Хурăнташсем хулăн та, хамăр чухăн, епле пăхассинчен те харатăп. СПВВ. Тăвансем хулăн, хамăр чухрах, епле юрассинчен хăратăп. Юрк. Тăванăмсем хулăн, хам çӳхе, сивĕнесрен чунăм çук.

холян

хулян, то же, что хуллен. Б. Яныши. Çиçĕм çутти холян-холянах (постепенно) пирĕн пата çывхарса пурать. ЧС. Хулян-хулянах юрла, ташла пуçларĕç, хамăр кил-йышсем анчах ташламаççĕ.

хуплан

хоплан покрыться. Юрк. Çын выртат хупланса. Аттик. Вăрмансемпе пахчасенче йывăçсем çĕвĕлчĕсемпе хупланса лараççĕ. Сам. 9. Культтурă чаплăхпе хупланнă ĕмĕр, нумай ырлăхсем эс сĕнеттĕн малтан. N. Чӳлмек йăванса карĕ те, ӳпĕнсе хупланчĕ ларчĕ (опрокинулся). || Закрыться. N. Саншăн, тăван, йĕре-йĕре хупланайрĕ икĕ куçăм. СТИК. Тăракан çын кантăраран туртать те, вĕçен кайăксем хупланса лараççĕ. || Наброситься, накинуться. N. Пирĕн çие хупланăр. П Чернеть. N. Кун çути хупланса ларĕ. N. Хупланса-хупланса пĕлĕт килет, мĕн çуса иртессе пĕлместĕп. N. Хора вăрман пек хопланса килет. || Заходить. Сĕт-к. Хĕвеллин пăхасси номаях мар та-ха, час кĕлет айне хопланмалла. || Оглохнуть. Альш. Хăлха хупланса ларчĕ, уши заложило. || Пропадать. Сиктер. Хытă шаккасан хур çăмарти хупланат (в них умирает зародыш). Тюрл. Хопланса карĕ, шăтса тохаймарĕ (растение), вăйлă çăмăр пасарса карĕ. || Подвести. N. Хамăра хамăр хуплантăмăр. Мы зашились (подвели самя себя). N. Çуртне страховать тунăччĕ, анчах хăйсем тĕртнĕ тесе нимĕн те памарĕç, хупланчĕç. || Погибнуть. Сред. Юм. Ним çиме çôк чôхне те кôланай пуçтараç пôлать-и-ха ôна, хôплантăмăр вара апла хытлана пуçласан, тесе йĕрнĕ. Полтава 101. Килмен хăнан хаярлăх паянхи кун хупланчĕ. Ск. и пред. чув. 89. Пĕтрĕ пĕр чун тĕнчере, ĕçĕсемшĕн хупланчĕ. Хастарлăх 33. Ишнĕ ĕнтĕ, хупланнă. || Хопланнă, пострел. Начерт. 186.

хоплантăра

вот скандал. Сред. Юм. Хôплантăра, хамăр аппа ачине те палламастăп.

хуплу

хоплу, пирог. КС. Хуплу, пирог на сковороде с мясом. Сред. Юм. Хуплу, круглый пирог с мясом или с ягодами, рыбой, закрытый сверху, на сковороде из пшеничной муки или из смешанной с пшеничной. Ст. Чек. Хуплу, круглый пирог с начинкой из мяса и крупы (закрытый). Хурамал. Хуплу, пирог закрытый с мясом или рыбой на сковороде. Тюрл. Хоплу, круглый пирог из говядииы с крупой на сковороде. Н. Седяк. Хуплу, çатма çине чуста сарса ун çине çăмарта пăтратса яраççĕ, вара кăмакара пĕçереççĕ. М. Тиуши. Хур ашĕ хуплу çиес килет. N. Аш пулсан хуплу тăвăттăм та, çăнăх çук, тесе каларĕ, тет, ĕлĕк пĕри. Охотник. Хуплу, особенно приготовленное заячье мясо в тесте. Слакбаш. Куян хуплăвĕ, çăмарта хуплăвĕ. Хурамал. Çăмарта хуплăвĕ. ЧП. Ашĕнчен хуплу турăм. Н. Кунаш. Çиессĕм килет, ĕçессĕм килет, кăмакарн хуплу енелле чунăм туртать-çке. Разг. С. Мих. 18. Хоплу — „караваец“. Сред. Юм. Хôплу, çаврака какай кокли. Ib. Хăна чĕнсе сăра ĕçекен çын патне ялти ратнисĕм хуплу пĕçерсе илсе каяççĕ. N. Потĕр-потĕр потени лаптак корăк йоратать, эпир хамăр çавнашкал поçламан хоплу йорататпăр.

хур

хор, класть, ставить, положить, поставить, строить. Ст. Чек. Кĕнекене минтер айне хутăм. Я положил книгу под подушку. А.-п. й. 4. Асаттепе иккĕн çĕклесе хума тăратпăр — хураймастпăр. Ib. П. Ваçлей нушана епле лектернине, ăçта хунине, епле çавăнтан вара пурнăçĕ малалла кайнине хунĕне тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ. Василий рассказал тестю обо всем подробно: как он поймал нужду, куда положил, и как с того времени жизнь у него пошла хорошая. Ib. 71. Илсе хурас ăна кӳме çине, тет вăл ямшăкне. Ib. 71. Вилнĕ кашкăра кӳме çине илсе хураççĕ те малалла вĕçтереççĕ. Ib. 54. Йăви хăвăртрах сивĕнтĕр тесе, чӳрече çине пырса хучĕ. Ib. 94. Шурă халат тăхăнса, тухтăр пекех тумланса, сарă чăматан йăтса, тĕрлĕ кĕленче хурса, ĕне хӳрине чиксе, хуллен утать хулана. Ib. 77. Каçхине Ваçлей лаша кӳлчĕ те, нушана тытса хупнă арчана урапа çине хурса, вăрмана тухса кайрĕ. Вечером Василий заложил телегу, поставил сундук, взял железную лопату и отправился в лес для похорон нужды. Ib. 68. Çăнăхпа пĕрле вăл Пӳрнескене те илсе кĕчĕ, тет те, çăнăхне аламасăрах кăвас хурса лартрĕ, тет. КВИ. Анчах шăлнĕ укçине хăйĕн айне хурса ларнă. ГФФ. † Кăвак сăхман илемсĕр сак çинче хорса каснăран. Серый кафтан некрасив потому, что его кроили на лавке. Регули 854. Ман тырă (тыр) питĕ нумай, ташта хома вырăн топас. Н. Седяк. Вăя пуçланă чух шăпа тытса çăпатасене хурала хураççĕ (кладут под охрану). N. Кĕлте çыхнă чухне çурлана хулпуççи çине хураççĕ. ЧП. Атьăр тутăр кумар-и, варрине хура хурар-и? Янтик. Есир япалусене çакăнта хурайрăр. Ib. Килсен кала вĕсене, япалисене çакăнта хурайччăр. Ib. Эс, Хветĕр, çурлуна çакăнта хурайăр, никам та илес çук ăна. N. Урăх çĕрелле кайса хуман-и? Не положила-ли куда-нибудь в другое место? А.-п. й. 66. Пĕр карчăк кăмака умĕнчи кашта çине типĕтме вутă хунă, тет. Ib. 106. Çавăнта сарайне кайса хур, теççĕ хуçисем. Якейк. Тепĕр рет хорса каяс. Надо начать класть новый ряд (напр. кннг). N. Тăхлаччи пиçнĕ хура пĕр-пĕр савăтпа сĕтел çине пырса хурать. N. Эсĕ лашăна юпа çумне хур, ху тăрăх сак çине лар. N. † Айăм, айăм темесен ая минтер хумĕçĕ. НР. † Çырма орлă каçă хотăм. Мостки устроил через речку. Султангул. † Эсĕ леш енче, тăван та, эп ку енче, кил иксĕмĕр хурар та ай каçмине. Хуратсăн хур каçмине ай çӳçерен, пусмассерен вăль-вăль та ай авăнтăр. Н. Карм. Каçмăрсене хурсан çирĕкрен хурăр, каçмассерен каçмăр авăнтăр. || Прикладывать, приложить. N. Вăл хăлхине ĕçчена çумне хунă та итлет. Он приложил ухо к стене и слушает. О земл. Кĕнеке тăрăх мĕн пĕлнине ĕçе хума тăрăшаççĕ. N. Çитмĕл çула çитрĕм, çын çине алă хурса курман. || Ударить. Альш. Çакă çĕлен Ивана пырса хучĕ, тет (ударил). || Класть больного в больницу. Кан. Кусене эпĕ хамăр Пеловолшск пульнитсине хутăм. Сборн. по мед. Дифтеритпа чирленĕ çынна часрах больницăна хумалла, е ун патне доктора чĕнсе килмелле. || Привернуть (оглобли). Торп-к. Старик вăрмантан килсе торта хочĕ, тет (привернул). N. Кĕркури турта касса тухса хурать те, урапи çине хăпарса ларса, татах малтанхи юррах юрлать. || Пришить. N. Кĕрĕк çине хур. Пришить к шубе (о воротнике). ТХКА. 71. Çăварнире лаша ĕрĕхсе çурна кĕрĕкĕн çаннине çĕнĕ тир татăкĕпе анне пит лайăх сапланăччĕ, йăллисене çĕнĕрен хунăччĕ. || Заплатать. N. Йĕм çине тăхăрвун пилĕк саплак хунă пулнă. || Натягивать (о струнах). Якейк. Кĕслея çĕнĕ хĕлĕхсем хочĕç (натянули). || Набираться. Урож. год. Нӳрĕпе хăват хурса çитĕнеççĕ хумханса (травы). N. Самана лăпкă тăрсан, эпĕ хăват хурăттăм. || Ставить (самовар). Янтик. Кĕпер пенчи сăрлă юпа ут кăкарни пирĕн у ( = вăл), сăмавар хурса сахăр катни шур явлăкли пирĕн у. || Поставить (охрану). N. Халĕ (1906 ç.) вырăнĕ-вырăнĕпе хурал хунă, е салтаксем тăраççĕ, е казаксем çӳреççĕ. || Ставить в банк (в игре в карты). Орау. Малтан пĕрер тенкĕ хурса вылярĕç. Унтан икшер тенкĕ хура пуçларĕç. || Закладывать, заложить. Альш. 15 тенкĕ парса ятăм та, тăлăпне хăварчĕ хурса. Юрк. Хупаха хур. Заложить в кабаке (вещь). Ib. Хупаха хурса эрех ĕçеççĕ. || Начислять. N. Ун чухне банк укçана пит пысăк процента хурса пама пуçланă. || Творить (ставить) тесто, замесить. Юрк. Кăвас хур. N. Кӳптĕрме хур. Сред. Юм. Колаç хорса лартрăм. (Колаç пĕçерме чоста хорса лартсан çапла калаççĕ). Хурамал. Сăрана хатĕрлесен тепĕр кун ирхине икерчĕ хураççĕ те, каç икерчине пĕçереççĕ. || Назначать на место, на должность. Пухтел. N. Сана каллех ĕлĕкхи вырăна хурĕç. Альш. Унта вĕсем хăйсен хутлăхне пĕр хĕрне касначчея хураççĕ. Истор. Аслă княçа иккĕшинчен пĕрне хурасшăн пулнă. N. Пирĕн ялта шкул уçнă, унта çав Волкăва хăйне тиректăра хунă. Чăв. й. пур. 26. Сана куланай пухма хуратпăр. Ib. 26°. Сана куланай пухма хурасшăн, тенĕ. || Определить, установить. N. Вĕсем пĕтĕм халăх çырăва вĕрентĕр тесе çĕнĕ йĕрке хунă. Орау. Атăсене икĕ мăшăрне те кайса парас: хăшне тӳрлетет, вара пĕр мăшăрне хăй илсе тӳрлетнĕшĕн укçа хури (хурĕ-и)? N. Вут тупăнмарĕ, ыттине ĕçе хунă. || Решать. N. Йышăнмасан укçа пама пăрахăç тума хунă. || Накинуть. П. Патт. 13. Темĕскерле çын кĕрĕкне хулпуççи çине хурса тухрĕ. || Прикрытый. И. Тукт. Кайсан-кайсан, Ульянасене пĕр чăптапа витсе хунă лав тĕл пулчĕ. || Приказать, велеть. N. Çаврăнма хуратна, анма хуратна юланут çинчен? (Такмак). || Подать в суд. Чăв. й. пур. 210. Эпĕ каçармастăп, манăн ача вилет, эпĕ сута хуратăп, тенĕ. СПВВ. Сута хучĕç. || Чув. пр. о пог. 278. Хĕлле юр сакăн-сакăн пусма пек картлашкаллă пит нумай хурсан, çулла тырă-пулă пит лайăх пулать. Если зимою очень много насядет снегу ступеньками, как у лесенки, летом хлеб будет очень хороший. || Уродиться, родиться в кого. Юрк. Такам шуйттана эсĕ хунă! Ib. Митукăн амăшĕ те шарт тĕлĕнет: „Ачу масарĕ ку Митук, кама шуйттана хучĕ-ши? Пирĕн йăхра никам та ун пекки çукчĕ-çке“. N. Вăл амăшне те, пиччĕшне те хуман, пит çемçе çын пулнă. Регули 923. Пĕтĕмпех хама хунă. ÇМ. вăт. || Значит, надо полагать (?). Рукоп. календ. 1908. Шикланаççĕ хур.|| Почитать, ставить во что. N. Илтмĕтĕм сирĕн сăмахăра, чунăм чухлĕ хуратăп кăмăлăра. ÇМ. Этем чунне — выльăх чунĕ вырăнне ан хурăр. N. Эсĕ ман сумаха сумах вырне хумарăн. N. Пирĕн ватăсене чыса хураççĕ. Дик. леб. Çакна хăнăрсене чысламалли тĕслĕрен ĕçме-çиме вырăнне хурса выльăр. N. Кăмăл хурса, хĕрхенсе ман айăпа каçарсам. || Составить, сложить. N. Микула геройсене мухтаса юрламалли çĕнĕ юрă хучĕ. || Сравнивать. N. Петĕр çын чĕрине çăлкуçĕ майлă хурат.|| Зачесть. N. Эсир мана ку ĕçшĕн айăпа ан хурăр, тенĕ. N. Мана винавата хуран. N. Çавна та ĕнтĕ айăпа хуратна? || Давать (имя). Яжутк. Пирĕн ялта пĕтĕмпех (все) Шăнкрин ятлă, ахаль пуп çавнашкал хунă. || Девать. Хĕн-хур. Ачасене ăçта хурас! Вĕсене те пăрахас-и-мĕн? Толст. Çиллĕме ăçта хурам-ши? Юрк. Ай-хай, арăмçăм, сарă арăм, çта хурĕç-ши манăн чунăма? Чем люди живы. Кала эсĕ, укçăна ăçта хутăн? тет Матрӳне. Альш. Килĕнче хăйĕн пурлăхне ниçта хура пĕлмен. Ib. Сирĕн пек лайăх çынсем умĕнче ырă сăмахăма ăçта хурам-ши? Ал. цв. Каялла çаврăнса пăхать те, ниçта алă хума та вырăн çук. || Наливать. N. Сăра хур, наливать. || Пить. КС. Сăра ĕçтернĕ чухне: хур, хур, тесе сĕнеççĕ. || Оценивать. N. Хамăрне 50 тенке хутăмăр. Орау. Сурăха пĕр тенкĕ хучĕç. Оценили овцу в рубль. || N. Эсир канаш тăватăр пулсан, эпир ăна пĕтерĕпĕр; эсир пĕр-пĕр сăмах хурсан, вăл сирĕн пулмасăр юлĕ. N. Хампала иксĕмĕр хушăмăра эпĕ сăмах хуратăп. || Быть принятым. П.-Пинер. Пасара кайсан çын вали кулаç илме хуман. N. Уяра хирĕç юпăнчă илме хунă. N. Ывăла шаннă — хуран çеккĕлинчен тытма хунă тет, хĕре шаннă — алăк хăлăпĕнчен тытма хунă тет. || Потратить. Календ. 1907. Çĕре тухăçлăрах тăвас тесен, ăна ĕçлеме вай нумайтарах хурас пулат. || Пожертвовать. N. Вĕсем халăха ирĕке кăларасшăн хăйсен пуçĕсене хучĕç. || Развести (огонь). НР. † Уй варрине вут хуртăм. Среди поля я огонь развела. А.-п. й. 21. Такасем, пĕр-пĕринпе тĕкĕшессине шанса, шăнасран çапă пуçтарса вут хунă. || В чувашизмах. ЧС. Вăл (лошадь) е хирте е картăшĕнче ирĕк çӳренĕ чухне, ун патне тытас тесе ют çын ан пыра хур (и не думай подходить), хăна пĕр систермесĕр шартлаттарса тапса яратчĕ. N. Эпир çав ӳсĕр пекех пулас мар, хамăр ăса çухатсах хурас мар. Халапсем 27. Тархасшăн ан кая хур (не уходи), эсĕ пире тĕрмере çĕртсе пĕтеретĕн. Юрк. Ан кая хур. Не вздумай пойти! Чем люди живы. Çимун Михала ĕçне пырса пăхнă та, шартах сикнĕ: Михала улпут таварĕнчен вилнĕ çын пушмакки çĕленĕ хунă. Конст. чав. Инке каллех: ан ухмахланса çӳре хур эсĕ, ачам, апла, терĕ. См. Магн. М. 263. || В качестве вспомогательного глагола. Оп. ис. ч. II. Виçтерсе хур, эп пырăп. Вели взвесить, я приду (и возьму). Ib. Вăл çаран çине кĕре ан хур — пĕтрĕн вара. Не вздумай пойти на эти луга — погибнешь. ГФФ. † Мана савнă сар ача шотласа хонă ылтăн пек. Мой размиленький красавчик — ровно считанное золото. Оп. ис. ч. II. Лашине витине хупса хурат. Ставит дошадь в конюшню. Ib. Çил тухиччен акса хурас. Надо (заранее) отсеяться, пока нет ветра. Ib. Тĕтĕрсе пĕтерсен, шăналăка карчĕ те хучĕ. Окурив, она задернула полог. А.-п. й. 53. Кашкăр йăпăр-япăр тĕпсакайне анса кайрĕ. Йытти сакай алăкне шăнкăрт хупса хучĕ те, пас кăларса вĕрме тытăнчĕ. Когда волк забрался туда, собака захлопнула крышку, а потом принялась лаять. Ib. 90. Мĕн пур йăвăç купинче мачча кашти курăнмасть. Тупса хурсан кашталăх, тытăнăп тин ĕçлеме. Ib. 91. Çав вăхăтра Сахарĕ çыхать хурать улпута. Ib. 82. Хайхисем килĕшрĕç те, сумккăпа кив капансене улăштарса та хучĕç. Альш. Унтан (она) кукша качакине илет те, хăй качакине çыхса хурат, тет. N. Çапла вара илемлĕ чĕлхене пăсса хураççĕ. Чăв. й. пур. 33°. Ивана хăне ĕçтерсе ӳсĕртнĕ те, пылне вăрттăн илсе хурса сута-сута янă. N. Ухмах çынна ан хирĕçтере хур, вăл тем те туса хума пултарать. Янш.-Норв. Çапла вĕсем вара çураçса хураççĕ те, туй тума япаласем хатĕрлесе хураççĕ. Регули 958. Ĕнер туса хорас мĕн сирĕн. N. Сухи пуçпе сӳрине сухаласа пĕтернĕ ана çинчен тепĕр ана çине кайса хучĕ. Халапсем 15. Хай упанăн икĕ хăлхинчен ярса тытса часах урапине кӳлсе те хурать. N. Агаша йĕре-йĕре Корней пичĕ çине таса тумтир витсе хунă. N. Палач вĕрене хăвăрт туртса илнĕ те юпа çумне çыхса хунă. N. Çитсен (по прибытии) мĕн тăвассине вăл малтанах вĕрентсе хунă. Истор. Ывăлĕсене вăл хăй сывă чухнех пĕрер хула парса хунă. Шăна чир. сар. 19. Шăнасене пистерттерет, нумайĕшĕ тата вырăнтах шăнасене вĕлерсе хурать. N. Пĕр кулак çапла каларĕ, тет: „Пире пĕтĕмпех пĕтерсе хурасшăн“, терĕ, тет. N. Ӳсечен (?) çăнăх исе хурайтăн-а? N. Авал пĕр пысăк пуçлăхран ыйтнă, тет: „ Эсĕ тĕрмене лартакан çынсем хушшинче пит лайăх çынсем те пур-тăр-çке? — тесе. Пуçлăх пăртак шухăшларĕ, тет те, каласа хучĕ, тет. N. Тепĕр çын тата. „Чăн пирĕн çарансем питĕ начар, анчах вăл выльăх çӳренĕрен мар, çулсем çапла килчĕç“, тесе хучĕ. N. „Çапла вăл, Микулай, çапла; Ваçлей пурне те пĕлет вăл“, тесе хучĕ Ерхип. Кн. для чт. 65. Хăйне ниçта кайса хума пĕлмен. N. Каç пулсан пулла кайăпăр тесе ăман чакалтаса хутăмăр. Имен. Ашшĕ ăна хирĕç илме тохать. Алăк оçса хочĕ. Хора-Çирма. Эсир уншăн ятласах хумăр, тесе шутларăм. Думаю (думал), что вы меня не будете за это слишком бранить. (Из письма). Орау. Йăтăнса анса пусса хурĕ (придавит). N. Алтса хур (вырыть). ЧС. Çапла тетен (у брата) сулахай алли типе пуçласан хай этем: „Акă ку керемет çеремĕ хай Михелене мĕн туса хунă, тетчĕ (т. е. что сделал ему киреметь за распахивание киреметевой земли). N. Иле хăйне ырăлăх тунăшăн Якку çапла туса хунă. КВИ. Пиччĕш хăйĕн шăлнĕне чиксе хучĕ укçашăн. N. Хула хапхине хупса хунă. N. Вĕсене епле пĕтерсе хунине (как истребили) илтсеттĕмĕр эпир. N. Чӳрече çумне хĕрлĕ вĕрен çыхса хур.

хура

хора, черный. См. йĕпкĕн-хура, хуп. N. Мамăк тушек сарса, чаршав карса, кăчăк туртса юлчĕ хура куç. N. Хура куçлă хĕр, черноглазая девица. КВИ. Хура куçлă хĕр инçе, хăйĕн хитре пӳртĕнче. Черноокая далеко в пышном тереме своем. N. Хура çилхеллĕ лаша, черногривый конь. ГФФ. † Пирĕн поç çинче хора калпак. У нас на голове черная шапка. Якейк. † Пуçăм толли хора калпак, пуçа тăхăнса çӳремесĕр хора халăхран уйăрлтăм. ГФФ. † Татьян сăхмань хора сăхман, Иван тĕлне çитсессĕн арки вăр-вăр туса пырать, Иван тохтăр, тет, корнать. Полы Татьянина черного кафтана, как дойдет она (Татьяна) до Иванова дома, начинают раздуваться, как бы говорят: выходи, Иван! ГФФ. † Хора тăлăппе мохтанать. Хвастается (своим) тулупом черной дубки. ГФФ. † Пирĕн алăра хора алстой ( = алсатуль). У нас на руках черные голицы. ГФФ. † Пирĕн орара хора кĕççат. У нас на ногах черные валенки. Сет-к. † Хора çăккăр çийиччен шор колачах çиер-хе. Шишкин. † Эсир ăма пит хора? — Хора çăкăр çинĕрен. Сĕт-к. † Авоç килет ман тантăш кăвак лашине выльятса, хора çонине янтратса. Т. Григорьева. Хура ĕне сĕчĕ тутла, теççĕ. А.-п. й. 70. Тухать, тет, пуян арамĕ хура ĕнине сумашкăн. N. Хура халăхпа, хĕрĕ-хĕрарăмĕпе, ачи-пăчипе, çак хура вăкăрпа асăнатпăр, тав тăватпăр сана, учук турри. А.-п. й. 5. Ĕлĕк пĕр карчăкпа старикĕн пĕр пысăк хура кушак пулнă. Оп. ис. ч. II. † Хура сăсар йĕрне йĕрлес мар, атте-анне ятне ярас мар. Не надо (мне) искать по следу черную куницу, не надо (мне) позорить имени отца-матери ГФФ. † Хора йос çи тирĕнчен те ялккас калпак çĕлетрĕм. Из шкурки черного горностая сшила шапочку. N. Саманисем йывăр, чунăм айван, авкаланап хура пăлан пек, тесе юрлатчĕç авал. Оп. ис. ч. II. † Хура чĕкеç ларнă çирĕк çине, ик çунатне янă ирĕке: юратнă тăванăм килнĕ чухне, ярам-и кăмăлăма ирĕке? Опустилася на ольху ласточка черненька, распустила свои оба крылышка вольненько; как приехал мой родимый, развернуться что ли? Дать свободу ретивому, дать сердечку воли? В. С. Разум. КЧП. † Хура-хура кушакăн çăнĕ ( = çăмĕ) йăл-йăл курнатĕ. Чаду-к. Çав вăхăтра Иван хура туя илнĕ те çĕлен патшине çапнă. Бигильд. † Хусан варринче хура юпа, мĕн ырлăхпе (для какой пользы) лартнă-ши? Бюрг. † Çамкасене çырнă хура çыру, сĕтпе çуса ярсах пулмасть-çке. Ск. и пред. чув. 73. Кĕтӳ хыççăн урампа хура тусан хăпарать. N. Мăн çол çинчи хора тосанне хора-тор лаши хоскатрĕ. Орау. Пĕтĕм яла хура пĕлĕт хупласа илчĕ. Ск. и пред. чув. 69. Икĕ куçĕ хуп-хура, икĕ хура шăрçа пек. И. Тукт. † Хура шăрçа хушшине те йĕпкĕн мерчен ан тирĕр. НР. † Пахчи, пахчи, çĕмĕрт пахчи, çĕмĕрт çисе ӳсрĕмĕр, эх, ӳсрĕмĕр,— çампа хура пултăмăр. Сады, сады, черемуховые сады! Питаясь черемухой выросли мы, потому, видно, черными мы стали. Регули 716. Çав хорараххи çирĕпрех. Альш. † Хура Атăл урлă каçмарăм, Шурă тинĕс шывне ĕçмерĕм.|| Темный. ГФФ. † Хора та вăрман варĕнче çутă та кулли пор, теççĕ. Среди темного леса, говорят, есть светлое озеро || Вороной. См. йĕпкĕн-хура, хуп. ГФФ. † Йăван лаши хора лаша... Ивана вороная лошадь... НР. † Хура лаша çилхине йĕс турапа турарăм. Вороного коня гриву медным гребнем расчесала я. ГФФ. † Веçа килет пирĕн йысна хора лашине сиктерсе. Вот едет наш зятек. Его вороная лошадь весется вскачь. А.-п. й. 71. Кӳмине виç пар маттур хура ут кӳлнĕ, тет. Пазух. † Хура кăна лаша, катра çилке, килĕшет хура çул çийĕнче. Юрк. Хура лаша вăрлакан шĕшкĕ айĕнче тăракан, пуйăн хĕрне вăрлакан пĕр пус укçасăр хăтăлакан. Кума-к. Тухсассăн (вылезши оттуда), хура лаша çуни çине вотă нумай тиерĕм, тет || Нечто черное, чернота. Артюшк. Ача калат: ав лере пĕр хура курăнат (что-то черное виднеется). Собр. Ирхине тăтăм та тула тухрăм, тулта хура-хура курăнать, хура мар-çке, хуралтă. || Çиç. çиçрĕ кĕм. 75. Вăхăт та ĕнтĕ хура кĕре сулăнчĕ. N. Пирĕн хура кĕртенех çимелли пулман, выçă тарăхнă. О сохр. здор. П. Эпир сивĕрен хăраса хура кĕрпех кĕрĕк тăхăнса çӳресен, нихçан та çара уран çӳресе курмасан, вара чăнах та хамăра хамăр ачашлаттарса яратпăр. || Виçĕ пус. 6. Пусса акмасăр хура хăварса кантараççĕ. С. И. Иванов. Хурана шуратса хăварсан, чипер шăтса тикĕсленме пар, тикĕсленсе çитсен шăркана чипер лайăх ларма пар. (Из моленья). N. Ман анасене хура вырттарса ан хăварăр. || Редко. Бес. о земл. Пĕр тĕлте йывă, тепĕр тĕлте хура (сайра) ан пултăрччĕ тесе чухлас пулать. || Черное место. Альш. Ниçта пĕр хура курăнмас. Нигде не видно черного места (где бы не выросла трава). Каша. Хура вăрманта хура çук, хура сăрху лашусене кӳлсе пыр. || Бесснежный (дорога). К.-Кушки. Хура çул, бесснежная дорога. N. Утсем ырхан пулчĕç, çулсем хура пулчĕç: çитеймерĕмĕр вăхăта. Чăв. й. пур. 10. Хура çĕрте унăн лаши туртайман (весною). Бес. чув. 1. Ялсенче тĕл-тĕл хура курăна пуçларĕ, кĕперсем, тусем ытларах та хуралса карĕç. || Поздний (об осени). СТИК. Хура кĕркунне, поздняя осень (октябрь и начало ноября). N. Хура кĕркуннеччен, до поздней осени. Хăр. Паль. З. Акă пирĕн Пальля мăнкунтан хура кĕркуннеччен чавса шыççипе тата çăпанпа асапланать. || Глухой (о ночи). Якейк. Сăпаççипă атия: хора çĕрле çӳреме хора лаша исе пач. Собр. Хусантан илтĕм хура лаша хура çĕрле çӳремешкĕн. Якейк. Пирĕн мочийăн хора лаши хора çĕрле (в глухую ночь) тăрсассăн йĕвенсĕрех тыттарать. N. Ялта та хура çĕрте сасă-чĕвĕ пулмĕччĕ. N. Пирĕн пиччен хура лаши хура çĕрлерен кĕçенет. Сред. Юм. Хôра çĕртенех (в конце или середине осени) пĕррĕ кайса корнăччĕ те, çавăнтанпа такки кайман-ха. || Черная кайма. Альш. Атьăр тутăр кумар-и, варрине хура хурар-и? || Чернила. ЧП. Хурапала çырнă хутсем çинче аттепе анне ячĕ пур. Ib. Тăвансем патне хурапала салам çырса яма юрарĕ. N. Хот çине хора пĕр кĕрсен каймасть. || Грязный. Ст. Чек. Хура арăм-çке ку, кĕпине те çума пĕлмес (грязная). N. Хора кĕпе, грязная рубаха. Цив. Пурте тухаççĕ: ачисем те, ашшĕ-амăшĕ те, пурте хура кĕпи-йĕмĕпех пыраççĕ. С. Тим. Хура ура сырмарăм (не обулась в грязные онучи), урам урлă каçмарăм (не перешла). Кама 59. Питна-куçна çу малтан, хăвăнтан хура тар юхать. Ачана варалан! Бес. чув. 5. Унта вăл малтан хурарах таварсем: кăраççын, тикĕт сутнă. Юрк. Алă-шăллине хурине патăн-çке, çук-и çавăнта тасараххи. || Грязь. Шурăм-п. Юрпа çăвăнсан çич çул кайман хура каять. Тогач. Пĕве çитрĕм, çира хура каймарĕ. (Кăмака çамки). Трхбл. Шурă кĕпе час хуралат, хĕрли çапах хурине çĕклет (т. е. не так скоро марается). || В переносном значении. КС. Ят пăсăлнă çыннăн халăх çинче хура витмест (не имеет влияния на народ). Ib. Унăн ашшĕ-амăш пуян та, хурине витерет, тетчĕç авал чух. Орау. Хура витмест. Его слова не имеют веса (при брани), так как он себя замазал чем-то дурным. М. Ăнтавăш. Унăн нимĕн хури те çук. Он — беззащитное, безответное существо. Собр. Хурапа шурра паллакан пулăр. Будете разбираться в вещах. || Черный = некрасивый. ГФФ. † Сăнăм хора, ăсăм кĕске... Сам я черный (некрасивый), ума немного... || Черномазый. ГФФ. † Çампа хора полнă эпир. Потому (видно) я уродился (таким) черномазым. || Смуглый. Сред. Юм. Хôра хĕр = смуглолицая девица. Актай. † Ай ухман Степан, суйламасăр хĕр илчĕ, сарри-хури тиркемер. СПВВ. ПВ. Хурарах-су сăнлăскер. Юрк. Атте ывăлĕ сарă ывăл, ыталаса вĕл çывăрат. Анненĕн ывăлĕ хура ывăл, кунне виççĕ хĕнемесĕр кун каçмас. Шел. II. 16. Хут çийĕнче анчах тăрса юлĕ... хура тĕссĕм... салху мĕлкеçĕм. N. † Айта, тантăш, киле кас, сана сарри кĕтет поль, мана хори кĕтет поль. (Свад. п.). N. † Сарри сăмавар лартнă поль, хори хоран çакнă поль, çмарта пĕçерсе хонă поль. (Свад. п.). Н. Лебеж. Ялтан яла эпĕ çӳрерĕм хуньăм хура хĕрĕ ӳсиччен; тыт куркăна, хуньăм, лар вырăнна, тайлайса тăрăп умăнта. Собр. Хуннĕм пачĕ хура хĕрне хура çĕртен чупмашкăн. || Чужой, чужак. Кильд. Çичĕ ют хура чăвашсем атте килне пухăннă. Хура выражает чужое, не близкое тебе. N. Хура çын ĕçне пурне те пĕлсе çитерейместĕп. || Большой. Самар. Хура вăрман айĕ такăр пулсан хăтăлаймĕ тилĕ пур пулсан. Когда в большом лесу станет гладко, лисице, если она будет, не уйти целой. Тайба-Т. † Хура вăрман хĕррине капкăн хутăм юртса пыран хĕрлĕ тилĕшĕн. || Много, Сред. Юм. Хôра вăрман пик нăмай (очень много). Турх. Эп çуралнă шывçĕрте хура-хура вăрман пур. Ала 55°. Çул çинче хуп-хура халăх (тьма тьмущая) ман хыçран чупаççĕ. || Резкий (о ветре). N. † Вăш-вăш вĕрет хура çил, мăкăнь çеçкине çавă тăкать. N. Вăш-вăш вĕрен хура çил, тăвăр ăрамсене типĕтет. || Горький (о слезах). Янш.-Норв. Пусмисем умăнче кĕтсе те килмесен, хура куççулĕсем тухнă пулĕ. Ала 99. Хура куçшульпе макăрать. Горько плачет. Якейк. † Ирех тăтăм ирĕксĕр, хура кушшульпе пит çурăм. (Солд. п.). || Мрачный (о думах). Полтава 40. Кетмăн хура шухăшне хĕр юратни тартас çук. || Сильный (о заморозках в мае). ЧП. Сатри улма чечекне хура тăм ӳксе пĕтерчĕ. || Г. А. Отрыв. † Эпĕ савнипе уйăрлнă кун пĕлĕтлĕ кун пулайрĕ, хура çăмăр çăвайрĕ. N. Хурăн тăрри хумханать, хура çăмăр кĕтет пуль. N. Сирĕн пӳрт çине тренче витнĕ, хура çумăр çуса хуратнă, çавăнпа тимĕрĕн курăнать вăл. Чăв.-к. Çĕр çĕклейми пӳртсем ларттартăм, хура çумăр килчĕ хуратрĕ, хура чусли тесе ыйтаççĕ. || Злой (враг). Юрк. Урама тухма халăм çук: курăна тăрат хура тăшман. У меня нет возможности выйти на улицу: (как не посмотришь, все) злой враг стоит перед моими глазами. Ст. Шаймурз. † Ĕнтĕех те çинçе пӳçĕм авкаланать хура çын аллинче. Янш.-Норв. † Хура çăварлă халăхсем, евчĕ килне кĕменни атте килне сырса илнĕ. (Хĕр йĕрри). Чăв.-к. Кив Улхаш чăваш — хура чăваш, мана илме килнĕ пулĕ. (Хĕр йĕрри). Бур. Кĕмĕлех те çĕрĕ ахах куç, хур пулминччĕ хура çын аллинче. || Горный берег (?). N. Эсир вутă йăлăмра туни, хурара туса-и? || Назв. болезни (о глазах). Кан. Хура карнă куç кастарнă хыççăн куракан пулнă. || Назв. растения. В. Олг. Хура, былинка, чернобыль (?). Шибач. Хура = сухая полынь. Бур. † Çил вĕрмесĕр хурасем хумхансан, тупăлха-тăр тетĕп эп ăна. Альш. † Çил вĕрмесĕр хура (т. е. хытхура = хура эрĕм) тапрансан, тупăлха-тăр тетĕп эп ăна. Тайба Т. † Çил вĕрмесĕр хура (мăян е эрĕм) ай тапранат, тупăлха-тăр тетĕп эп ăна. N. Хура = хăвра.

хура-хĕрлĕ

темно-красный. Мусирма. Хура-хĕрлĕ пултăм та, Вĕренер ялне юрарăм; сарă-хĕрлĕ пулнă пулсан хамăр ялах юраттăм. Баран. 65. Хуранăн-хĕрлĕн курăнакан тĕтĕм (дым) хула çинче сарăлса тăнă.

хуралăт

постройка. ЧС. Хуралăт çийĕсем çине пăхатăп та, çап-çутă вут çути ӳкнĕ, вăл хамăр ялта вут тухнă мĕн. СПВВ. ПВ. Хуралăт = хуралтă.

Хурăнсур

назв. многих селений. Эпир çур. çĕршыв 21. Хамăр ял хыçĕнче юнашарах Хурăнсур ларать. || N. Хурăнсур кассисем. Орау. Тĕпелти хурăнсурсем, кĕске йĕмпĕççисем. (Из „турамăш курки“). Микушк. Хурăнсурăн кассисем, тĕрлĕ минтер çинчисем! (Из обращения к женщинам во время обряда „савăш курки“). || Коракыш. Хурăнсур витĕр юр çăват. (Çăнах алани). || Назв. луга (олăх) около дер. Елшихово (в б. Ядринск. в.). Якейк.

хутлăх

протяжение, расстояние, проежуток. Альш. Пĕр вунă-вунпилĕк çухрăм хутлăхĕ çулĕ ту килет ялан та. СПВВ. Х. Хутлăхăмăр инçе, çӳрейместпĕр, килекентен салам ярсамăр. Альш. Вăл ял хутлăхĕсем инçе-и? Ib. Кашапа Елшел хутлăхĕ улт-çичĕ çухрăм кăна. Юрк. Ах тантăшçăм Анна пур, иксĕмĕр хутлăх аякра. (Хĕр йĕрри). Лашм. Вĕтлĕх кăна хутлăх хурамалăх, çимĕç пиçес çĕрсем пур. || Место. N. Хутлăх = вырăн. Альш. Тăхăр ял чӳкĕ хутлăхĕ. || Этаж. N. Çӳлти хутлăх, аялти хутлăх. || Между. Альш. Вăрманпа Ескӳл хутлăхĕнче çаранлăх: хамăр ял айĕнчех — пирĕн, унтан лерелле Хирти Кушкăсен, Мертлĕ — сĕн. Между лесом и озером Ескул луга: под самой нашей деревней — наши, а дальше — принадлежащие Полевым Кошкам и Мертлям. N. Мĕншĕн хĕвел пăхмасть-ши? - Пĕлĕт кĕнĕ хутлăха. Мĕншĕн савни çырмасть-ши? — Тăшман кĕнĕ хутлăха. N. Килте хăвăр хутлăхра килĕштерсе пурăнмасан, çыру та ямастăп. || Среди, в. Альш. Сайра тепле мăкшă-вырăс пулать хутлăхра (т. е. среди пастухов, которые все из татар). Юрк. Çын хутлăхĕнче пурăнса ӳссе. Ib. Туйсенче мĕнте арçыннисем çумне, пиçиххи хутлăхне, апла-капла чухне, çынна хăратма саламат (нухайкка) çакнă. || Отношение. Буинск. Упăшкапа арăм хутлăхĕ, супружеские отношення. ЧП. Каям теттĕм савнине, тăшман кĕчĕ хутлăха. Изамб. Т. Ан кĕр, савни, хутлăха, эп выляймăп, тăшман пур. К.-Кушки. Пирĕн иксĕмĕр хутлăхăмăр (е: хушшăмăр) аванах мар çав. Дело в том, что между нами (двоими) не очень-то хорошие отношения. || В течение времени. N. Çак хутлăхра вăл никампа та калаçман. N. Анчах пĕр виç эрне хутлăхĕнче первый класра по-русскому языку вĕрентсеттĕм. Альш. Вăл-ку çинчен калаçкаласа тăратпăр аранçĕ, çав хутлăхранах класа пĕр хам пĕлекен уччиттĕл пычĕ кĕчĕ. || Случай; причина. Тайба-Т. Юрламастпăр юрра хутлăхран, эпир юрлатпăр эсир пирĕн чи савнă туслăхран. Альш. Çапла тек вĕренмен хутлăхран, килти çинчен калаçа-калаçа ирттеретпĕр вăхăта. Тайба-Т. Пĕлтĕр çухалнăччĕ кĕмĕл çĕрĕ, кăçал тупрăм ăна хутлăхран (случайно).

хутахĕш

щегольство (его). Собр. Çав çĕиĕ Кавал ачисем хутахĕшпех мухтанаççĕ. Хамăр ял ачисем ĕç тунипех мухтанаççĕ.

хутшăн

хотшăн, объединяться, совмещаться, быть вместе; соединяться, присоединиться. ЧК. Çак енĕпех пулса иртекен хулари ăмăртăва та хутшăнатпăр. Ib. Учительница хутшăнмасăр ялта пĕр пысăк, ĕç те пулса иртмест. Ib. Çав кун вăл çĕнĕ вăй хутшăннипе тата çамрăклăх таврăнса килнине туйса илнĕ. Сборн. по мед. Ун пек чухне час-часах çăвар тӳпи шăтса, çăвар сăмса шăтăкĕпе хутшăнать. || Прибавляться, прибывать. Абаш. Атăл шывĕ хотшăнать (прибывает). Орау. Çырмара шыв хутшăннă. N. Окари шыв 1 чалăш та 1 аршăн 4 верш. хутшăннă. N. уйăх хутшăнать. || Сообщаться. Собр. Пĕр шĕлепке айĕнче тăваттăн пĕр тăван хутшăннмасăр тăраççĕ. (Капан хумалли аслак) N. Эпĕр вĕсемпе хутшăнмастпăр, не имеем знакомства, несносимся. N. Хурăн йăвăççи хутшăнать, пирĕн хутшăнасси пĕтрĕ пуль. || Собр. Эпир çын çине хутшăниччен хамăр тăвансем те ют пулĕç.

хушă

промежуток, расстояние. Юрк. † Улăх хушши ултă çухрăм, çĕлĕк ӳксе юлайрĕ. Бес. чув. З. Ял варринче икĕ мечет ларса тăнă, хушшисем инçех те мар. N. Кашни йывăçа хушшине пĕрер хăлаç хăварса лартрăм. Ала 54. Çул çинче ял хушшисем инçе, е вунă çухрăм, е вунпилĕк çухрăм. ЧП. Пирĕн хушшăмăрсем пит инçе. N. Хушша пĕрер хунар хăварса... Тим. † Çĕр чăтайми пӳрт ларттартăм, хушшинчен кĕрилтса кастартăм. Регули 102. Воннă çохрăм хошшинче (тăххăр çохрăм иртсен воннă çохрăм шăнче) номай йăвăç касса пĕтернĕ. || Разница. Нюш-к. Пирĕн иксĕмĕрĕн хушшăмăрта асли-кĕçĕнни виç çул та çук пуль. || Альш. Кӳршĕ-аршă хушшинчен кӳл пек сăра турăмăр. || N. Пирĕн хурăнташ, е тăван пиртен инçе пурăнсан, эпир пĕр-пĕринпе хушшăмăра çыру çыратпăр. ЧП. Пирĕн хушма (= хушăмăра) кĕрен тăшмансем. N. Хампа сирĕн хушшăмăра, сирĕнпе хам хушша. || В расчете. В. Олг. Иккĕн хошă татăлса. Ib. Хошă-хопă татăлса. || То место, где соединены два предмета вместе. СТИК. Сĕтел çинче икĕ хăма хушши расах йĕр выртать. Изамб. Т. Китăн шăлĕсем шултăра, усен пĕр-пĕрин хушши пур. Яргуньк. Çав пушмак хушшинчи кĕрпе пăрчи тухса выртса мăн хурчка пулса алтана тапса вĕлерчĕ, тет. || А.-п. й. 56. Йăви пĕр юплĕ йăвăç урлă вăшт сиксе каçса кайрĕ. Кашкăрĕ, пысăк пирки, йăвăç хушшинех хĕсĕнсе юлчĕ. Актай. Кайăк пĕр юман хушшипе йăлт! сиксе каçса кайрĕ тет. || Ыраш 4. Утса пыратăп çак хушăпа хайхи кĕççе пек çемçе çерем тăрăх. Сылтăм йĕнче хайхи пĕве çитнĕ ыраш. Сулахай енче симĕсрех сĕлĕ. || Сам. 67. Лаши чупрĕ юртăпа малти хушшалла. || Промежуток времени. ЧП. Эрне те хушши çичĕ кун. Баран. 140. Хĕллехи сивĕ иртсе сасартăках çула пулса тăмасть: ик хушăра çуркунне пулать. Юрк. Çак эрненĕн хушши çичĕ кун. СЧЧ. Çуркунне мункун хушшинче вилчĕ (на пасхальной неделе). Лашм. Пĕрне-пĕри, тантăш, хытă ан кала, уйрăлас хушшăмăрсам инçе мар. Г. А. Отрыв. † Калаçас хушăсем, ай, сайралчĕç, уйăрлас хушăсем çывхарчĕç. Регули 59. Çӳремелли хошăра коленех çӳресе. А.-п. и. З6. Çав хушăра тилĕ вăшт! тухса сирпĕнчĕ шăтăкран. Ib. 36. Çав вăхăтра эпĕ тухса тарăп та, вĕсем сана пăрахса ман хыççăн чупĕç. Вăл хушăра эс те вĕçсе кайăн,— тет. Ib. 39. Кайăк хыççăн чупса хăшкăлнă хушăра Çахарăв пичкери кăвасĕ веçех юхса тухрĕ. О сохр. здор. Çавăн пек тислĕке нумай хушă тăкмасăр тăрса килте çĕртни хамăр сывлăхах пит усал. Актай. Пĕрре куккăшĕсем пурте пускиле тухса кайрĕç, тет. Çав хушăра (в это время) çавсам петне виç вăрă пычĕç, тет. N. Çав хушăрах, в то же самое время. Шурăм-п. 20. Хушăран-хушăран (время от времени) пуплекелеççĕ (перекидываются отдельными замечаниями). N. Вăл çук çынсене хушăран хушă (по временам) укçса та валеçнĕ. N. Пирĕн кунта пĕр хушăра вăрçă чарнать, тесе пуплерĕç. Регули 123. Апат çияс хошăра онта кайса килет. Ib. 1190. Апат çинă хошăра каларĕ. Ib. 181. Эпир апат çинă хошăра вăлсам ут кӳлчĕç. Ib. 124. Апат çияс хошăран туса илет. N. Эс вăлсампа халапланса тăнă хошăра эп чай ĕçсе тохрăм. О сохр. здор. Ĕçленĕ е çӳренĕ хушшинче тарланă пулсан, çири тумтире хывса пĕр кĕпе вĕççĕн анчах тăма хăрушă вара. Дик. Леб 46. Тата тен санăн хăш чухне пур енчен те чаплă пурăннă хушăранах ĕлĕкхи хăвăн пурăнăçна та астуса илессӳ килĕ. Панклеи. Старик кайăксам ларнă хошăра (пока) холян веçернчĕ те (высвободился), анчĕ йоман котне (слез с дуба). Регули 180. Çомăр çунă хошăра эпĕр йывăç айĕнче тăтăмăр. N. Эпĕр вăрмана кайнă хошăра эсĕ тохса карăн. N. Килтех пурăнатчĕ пулас пĕр хушă, некоторое время, кажется, дома же жил. || Период. Сл. Кузьм. 76. Анчах вăл та пĕр хушă тем чирлĕ çын пек çӳрет. N. Пĕр хушă иртсессĕн. N. Пĕр хушши. Кан. Кăшт вĕреннĕ хушăрах лайăх çырма вĕренчĕç. Чт. по пчел. № 17. Çу каçа вĕрентнĕ хушăран тата пĕрер уйăх вĕрентет. Орау. Иртнĕ çура ĕç çинерех (около страды) пĕр хушă çăмăр пит хытă çурĕ. || В течение. N. Виç сехет хушши кĕнеке вулас пулать. N. Темиçе кун хушши. Кан. 1919. Акă ĕнтĕ хура халăх хăй пурăнăçне юсама тытăнни икĕ çул çитрĕ, икĕ çул хушши хура халăха хăй пурăнăçне юсама пуршуаçи картласа тăчĕ. N. Çын тавлăк хушшинче пĕтĕмпех сывалса çитнĕ. М. Сунчел. Çав çыннăн пĕр эрне хушшинче икĕ ывăлĕ вилчĕ. N. Кĕсре хăмласанах ăна пĕр эрне хушши ĕçлеттерме юрамасть. И. Тукт. Ун пуçĕнче хăйĕн кĕске хĕр ĕмĕрĕ хушшинче пулса иртнĕ ĕçсем пĕтĕмпех вĕçленсе çитрĕç, тусанлă çул кăна çаплах вĕçленмест. Капк. Нумай çул хушши Сахрун хуçа патĕнче тарçăра муталанса пурăннă. N. Çулталăк хушшинче вăл çĕр тавра вуникĕ хут çаврăнать. О сохр. здор. Çапла (таким образом) пӳрте пĕр виç кун хушши уçă тăратас пулать. N. Çулталăк хушши ĕçлесе пурăнсан, эпĕ тата урăх чирпе чирлерĕм. Янорс. Çав çуртсене пĕр вунпилĕк минут хушшинче вут çавăрса илчĕ. Кан. Ултă уйăх хушши чирлисем пурĕ 6589 кун выртнă. || Между, меж, иногда переводится как предлог в, а также к. НР. † Икĕ юман хушшинче. Между двумя дубами. ГФФ. † Çич çул юппи хушшинче çич çул выртнă юр куртăм. Между (этих) семи дорог я увидел снег, лежавший семь годов. ГФФ. † Шăл хошшинчех осраттăмччĕ. Берег я ее (песню), хранил меж зубов. ГФФ. † Шăнкăр-шăнкăр шыв йохать хомăшпа хăях хошшипе. Вода бежит и журчит меж осоки и камыша. НР. † Ыраш хăмăч, хушшинче... В ржаном жнивье... ГФФ. † Пирĕн ĕмĕр иртсе кать шохăшпа хойăх хошшипе. (Ĕлĕкхи юрă). Весь век наш проходит в думах и заботах. (Из старинной песни). А.-п. й. 39. Пытанса вырт тĕм хушшине,— тет улатакка. Ib. 62. Эй, паттăр юман, хăвăн ăшă туратусем хушшине çуркуннеччен куртсем,— тет. Юрк. Йăмра хушшине юр лартсан, çула пыл пулат. Янш.-Норв. Йăвăç юппи хушшине юр ларнă. В. Олг. Лаç хошшинче, между лачугою и амбаром. А.-п. й. 16. Ак пырать хайхискер лăпсăркка юмансем хушшипе. И. Тукт. † Хура шăрçа хушшине те йĕпкĕн мерчен ан тирĕр. Альш. Етремен хушшинче çуркунне пĕтĕмпе шыв юхать. Ачач 109. Чупсан-чупсан, пĕчĕк вар хушшинче тата тепĕр икĕ ачана хăваласа çитнĕ. Ib. 36. Ирхине вĕсене, е уроксем хушшинче тултан класалла аран-аран кĕртетĕр. Чт. по пчел. № 17. Вăйпа ĕçленĕ хушăран пуçпа та ĕçлесен... Регули 1152. Çынсам хошшипе чопса кайрĕ. Ib. 1153. Ик йăвăç хошшине çакрăм. Ib. 1469. Ир те каç анчах çырать; аттипеле ман хошăра ларчĕ. Ib. 1046. Иксĕмĕр хошăра ойрăпăр. Юрк. Хамăр хушшăмăрта калаçса ĕçе пĕтерме пулат (сладиться). Сред. Юм. Тем сăмах хошшине тăрса йолчĕ. (Каламалла сăмаха сăмахланă чохне калама астумасан çапла калаççĕ). Б. Илгыши. Мучи, мучи, мулаххай, мĕн мулаххай сулахай, пришёл патне вир патне, çерки патне сӳс патне, ула качака хушшипа, кама юратан, Микула? Регули 1154. Вотă хошшинче топрĕ. Ib. 1096. Сăхман хошшинчен (хутĕнчен) топрăм. N. Чакак, чакак, чакаклать çичĕ хула хушшинче. Ачач 19. Шахрасатă, пин те пĕр каç хушшинче тĕрлĕ илемлĕ юмахсем каласа, усал патша кăмăлне çавăрнă пулать. Регули 1191. Апат çинă хошша çитрĕм. || Регули 1372. Пирĕн хошшарах хор. || В середине. N. Çавăнтан кайран анаталла аннă чух питĕ хăраттăм: е ачисенчен малтан анаттăм, е хушшинче анаттăм, || Среди. N. Çав хушăра хăшĕ çыру пĕлсе, çав хушăрах тата çыру пĕлменнисем те пур. НР. † Ул-тантăшсем хушшинче... Среди парней-сверстников. || Промеж. Образцы. † Ылттăн кăвакал çуначĕ хушшинчен кăвак пĕлĕт курăнать. || По. А.-п. й. 15. Ак пырать хайхискер чăтлăх вăрман хушшипе. || За. N. Сахар сĕтел хушшинче çаплах юрă юрласа ларать. Захар, сидя за столом, распевает песни. Юрк. Пурте кĕрсе, тĕпелелде иртсе, сĕтел хушшинелле кĕрсе ларăр (гостям). В. Олг. Кăмака хошшинче, за печкою. || Иногда не переводится. НР. † Орам хушши такăр мар. Улица не гладкая. ГФФ. † Орам хушшинчи йомрийĕ, кайăксем тăрса кайсассăн, йомри йолать хомханса. Когда с ветлы, растущей на улице, улетят птички, тогда она так и заколышется. Альш. Шари-шари кăшкăраççĕ, урам хушшине ян çураççĕ. Собр. Çĕнĕ ял урам хушшине кĕленче сарса тухнă-ĕçке.

хăлтă

хворост. N. Атăл хĕрне хăлтă пуçтарма карĕç. || Тогаево. Эпир хамăр çырмара, кантăр хăлти айĕнчен пăртак ершчĕк çĕне оман тытрăмăр. См. кантăр хăлти. || Хлам. Тюрл. || Мусор. Мункачи. || Неплотный, рыхлый. Сред. Юм. Хăлтă япала çине алпа поссан ô япала пôсăрнать (хăмла, çăм, сĕлĕ хылăхĕ). || Б. Крышки. Тĕнче хăлти, непригодный, бесполезный. Ib. Вăл тĕнче хăлти анчах! Он бесполезный, непригодный ни на что человек. Ib. Эй, тĕнче хăлти. Бранное выражение. Çичĕ-пӳрт. † Эп улаха тухмасан, улах хăлти пулас çук. || Обуза; препятствие. N. Топăнчĕ хăлтă. N. Ак тата хăлтă килсе тохрĕ.

хăр

то же, что хăвăр, (вы) сами. Ау 268°. Ĕнтĕ хамăр килетпĕр, хăр пымастăр. Изамб. Т. Хăр çӳретре? Сами вы здоровы ли? Ау 268°. Хăрта = хăвăрта. Альш. Аттерен те ыйтрăмăр, аннерен те ыйтрамăр, хăрта ирĕк (ваша воля) терĕçĕ.

хăрман

плетенка. Бугурусл. Пирĕн вăл вăхăтра хăрман хамăр хыçри пахчараччĕ. Ib. Çав çаппа турттармашкăн эпир хăрман хатĕрле пуçларăмăр.

курмăш

(курмы̆ш), судьба. Ст. Чек. Мĕн тăвас, курмăш çапла пулчĕ пулĕ (такова уже судьба). || Присловье к сл. юмăç. Ходар. Эпĕр айван ывăлĕ-хĕрĕ, юмăç-курмăш каларăшĕпе (каларăшпе), тасаран чӳклетпĕр; çын сумах-юмах (с.-юмахĕ) хыççĕн ан кай, пирĕн çыншăн вăй çук (т. е. мы не можем приносить жертву за чужих людей); хамăра тивĕçлине хамăр тăватпăр. (Молитва киремети Питтури).

кустар

костар (-тар), понуд. ф. от гл. кус, кос, катить, катать, скатить, скатывать; покатить; прикатить; пускать вскачь. N. Урай тăрăх пĕр ывçă пăрçа кустарса ятăм. Альш. † Сар ачанăн карттусне кукăр-макăр кустартăм. Богдашк. † Кĕленче çăмарта кустартăм, Чулхулана çитертĕм (докатила). || Орау. Таканапа пăрçа кустартăмăр та, пăрçа ăшалаççĕ-ха халь (жарят). Юрк. Çăкăр пĕçернĕ хыççăн пысăк кăмакана паранкăсем кустараççĕ (бросают). Пиçсен, ăна тăвар сапса çăкăрпа çиеççĕ. || Юрк. Çуртăри чустине сĕтел çине хурса сараççĕ, йĕтĕрпе кустарса (катая, рассучивая) çӳп-çӳхе тăваççĕ. N. Йĕтĕрпе тăла кустараççĕ (катают). N. çăмха кустар. Беляева. Ут (у др. утă) кустар (скатывают сено в валы). N. Урапине кустарсан, вĕçет. N. Çол орлă костарса лартса (дорогу замело снегом). N. Хальхинче вырăс пупа тата чăнкăрах çĕртен (с еще более крутого места) кустарса антарса панă (скатил). Якейк. Сасартăк хватлă çил тоххĕр те, çынсене лаши-орапи-мĕнĕпех, кăстăрмач пак костарса, çавăрса исе карĕ. || О быстрой езде. Макка 189. Унтан вара, вилнĕ çыннине пытарсан, пит хытă кустарса таврăнаççĕ (во весь опор). Истор. 112. Ăна хирĕç юланутпа кустарса кайнă (покатили верхом). Ст. Чек. Çын килелле кайсанах, вăрмантан арçури тухнă, тет те, лашана утланса, кустарса çӳренĕ, тет. N. Эпир пит хытă кустарса килтĕмĕр (выртмаран). Бел. Гора. † Вылятрăмăр, кустартăмăр, хапха тулне кăлартăмăр (лошадей). N. Унччен те пулман (вдруг), Иван шăнкăравпа пачăшкă умне кустарса пынă. Толст. Ачасем çавăрăнса пăхнă та, кустарса пыракан кайăкçа (охотника) курнă. Ib. Тутарсем те ăна курнă та, ун патнелле кустара пуçланă. Б. Яныши. Пусăкраххисем учĕсене тытрĕç те, килелле кустара пуçларăмăр. БАБ. Ăçта каяссине хамăр та пĕлместпĕр терĕçĕ, тет те, пурте, павуска ăшне ларса, кустара пачĕçĕ, тет. || Быстро жать хлеб? Якейк. Ку пĕчĕк аная костарса анчах кайăпăр вăт. Ib. Тырри шуламлă та, костарса анчах карăмăр. || Выкладывать чем, vestire. М. Тув. † Пирĕн Тумккă хула пек: тулне тутăр çаптарнă, ăшне ылтăн кустарнă, çулне чукун сартарнă. Н. Лебеж. † Виççĕмĕш вĕретĕм сăрине, хĕрĕх хăлаç нӳхрепне, ăшне шăвăç кустарнă, пичĕкесĕр янă, тет. N. † Вырăсла та çӳçме эп кастартăм, йĕри-тавра ука кустартăм. N. † Йĕс турапа пусса турарăм, çинчен шăрчăк ук(а)сем кустартăм. Янтик. Чăпăрккана малтан ик кантраран яваççĕ, унтан вара ун çинчен тата тепĕр кантра явса пыраççĕ; çав виççĕмĕш кантрана явнине „кустарса явас" теççĕ. || Выпроводить. КАЯ. Унтан мана хуралăç, ват мучи, хултан тытса: мĕлле çак Макçăм ывăль-хĕр кирек ăçта çитнĕ, унта çапкаланса çӳреç-ши! Халь урнă йăтă Тюмине тулланă, тет-ха, тата туллаттарас килет-и-мĕн кĕсен? тесе, кустарса ячĕ (выпроводил). || Scortari. Альш. Кустарат вăл ( = чупат). Она распутничает. || Случать. Янтик. Иван кĕсрине кустарма (чуптарма) кайнă. Ст. Чек. Кустарнă. Случили (корову и пр.) || Соблазнить. Абыз. † Астартăм та кустартăм, кусар вĕçне хыптартăм. Байгул. † Илĕртрĕмĕр, кустартăмăр, хапха тулне кăлартăмăр. || Поддакивать. Собр. Усал çынпа хăй урапи çине ларса кустарас пулат (надо гладить по шерсти. КС.), теççĕ. (Послов.). СПВВ. ИФ. Кустарас — илĕртсе вăл калаçнă майпа калаçса пырас. N. Тĕрĕс, тĕрĕс, Кĕркури хăта, лайăх йĕркепе пăхса ӳстернĕ ачасем нихçан та ашшĕ-амăшĕ ирĕкĕнчен тухса çӳремĕçĕ, ашшĕ-амăшне вĕсем темĕн тĕрлĕ асла хурса пурăнĕçĕ, тесе, Кĕркури майĕ кустарса пынă хăнисем (поддакивали). || О мятели Сятра. Çол орлă костарса лартса. Дорогу замело. Ib. Çол орлă (или: çола) шăлса лартса та, çолĕ çĕтсе. Дорогу замело, и дороги нет. || Пускать (лошадь) в галоп. Цив.

куç ум

куç умĕ, то, что перед глазами. N. † Куç умĕ тулли тантăшсем. Собр. † Хамăр тăвансемшĕн йĕре-йĕре, икĕ куçăм умĕ хуралчĕ. Синьял. † Ыр çын куç умне курнаймарĕ, йытă куç умне курăнчĕ. АПП. † Тахçантанпах асăнса тăракан тăванăма аранах куçăм умне ӳкертĕм (т. е. мне удалось его увидать?). Ib. † Вăрмантан тухать пĕр мукач ыр çын куç умне курăнмашкăн. Чуратч. Ц. Салтак эрексене парсан: хăççан çĕр тупан? тесе, ыйтрĕ, тет. Ваçкă: тепĕр сахатран куç умне тăратăп (доставлю), тесе каларĕ, тет. Ст. Чек. Ӳстертĕм, ӳстертĕм те, куç умĕнче ĕçлеме çемье çук. N. Нумайĕшĕ халăх хушшинче: çырăва пурте вĕренни мĕне кирлĕ? тийĕç. Хута вĕренме кирли куç умĕнче (очевидно) ĕнтĕ. Альш. Пĕтĕм япала тĕрĕс тăрать, пурте куç умĕнче.

кут

кот (кут, кот), nates; зад, круп (лошади); cunnus. N. Кĕркуннеччен кунтах пурăнатăп-халĕ, хăнк та тумастăп (и усом не веду): кутра шăлавар пур. Якейк. Паян кот хыçма ерçмесĕр ĕçлерĕм (работал без единой минуты отдыха), вăл тата: ним те туман, тит, (а он говорит, что я ничего не делал). СТИК. Кутне куршанкă çыпçăннă, тесе выляса чупса çӳрекен ачана ĕç кутне (к делу) тăратсан калаççĕ: кутне куршанкă çыпăçрĕ ĕнтĕ, ĕнтĕ тек янкаса çӳреймĕ. Вăл, ĕмĕрлĕхе ача вăййине (детские забавы) хăварса, ĕçе тытăнни пулат. Сред. Юм. Халь хĕлле пôлнă та, пĕчик ачасĕн кочĕсем хĕсĕннĕ (им прижало хвосты-то!), пĕри те орама тохаймаççĕ. Шибач. Онта пычĕ пĕр пăлатньăк, кот хыçне портине чикнĕ (с топором за спиной). Якейк. Шойттанăн сехри хопса тохрĕ. Кота хорт кĕнĕ пек коскалат анчах. Ib. Вăл чĕлĕм тортать-и? — Тортма мар, котран кăларать! (очень много курит). || Основание. Ала 29. Пат-пат-парапан, парапан кучĕ çурăлчĕ. N. Хуран кучĕ. Дно котла. || Пень. Ой-к. † Йăвăç кассан, кут юлать. М. Васильев. О хорама кончен (= котĕнчен) те ыраттара пуçланă çынсене (киреметь). Абыз. † Тăхăр юман пĕр кутра, тураттисем пĕр майлă, çулçисем çил майлă, эпир хамăр çул майлă. Якейк. † Ик шмат-кĕпçи пĕр котран, татрăм çирĕм — тути çок. || Комель. Тайба. † Шыв хĕрринчи кĕпçене кутне кас та, шыва яр. Изамб. Т. Кантăр ĕлкĕрсен, ăна татаççĕ те, кутне касаççĕ. Яргуньк. Çынĕ каланă: кăçăл та тулă акăпăр, эсĕ кутне ил, эпĕ тăррине илетĕп, тенĕ. Чураль-к. Эпир вуниккĕн пĕр тăван, вуник ана тул акрăмăр; кучĕ (хăмăлĕ) пулчĕ хумăш пек, тăрри пулчĕ пăрçа пек. Ала 14°. Çавă йăвăç кутне виçĕ чалăш чавсассăн, унта выртать пĕр тимĕр. || Корень (числительное слово). КС. Çĕр кут палумми йывăççи лартрăмăр. || Употребляется в качестве послелога. Альш. Этемсем вут кутĕнчен (с пожара) тарнă. N. † Çĕнĕ çăпата, шур чăлха, çырма кутне (на речку) ансассăн, йĕпенессĕн туйăнать. N. Çырма кутĕнче (у речки) пĕр тĕлте, нумай пулмас, çерем пурччĕ. N. Çав кӳлĕ кутне (у озера) Сахрун ятлă чăваш йывăç пахчи тунă. Образцы. Кăвак-кăвак кăна кăвакарчăн, йăви кутне (к гнезду) пырсан, савăнать: Ib. Эпир кĕр кайас çук, çур килес çук, атте çумне кил-çурт хушас çук, кĕреки кутне (за его стол) ларса юрлас çук. Т. VI. 46. Шыв кутĕнче ытла сăмах-юмах пулмарĕ-и? Çырлах! Ст. Дув. † Сарă хĕр сана ăçтан курам, кил чӳрече кутнерех. ЩС. Çăл кутне ма пытăн? N. Пĕтĕм ăш çӳле çĕкленсе ухаççĕ те, вара апат кутĕнчен те апат çимесĕрех тухса каятăп. Кан. Пĕр сĕтел кутĕнчен тепĕр сĕтел кутне çӳрерĕм (в присутственном месте). Альш. Эпир хамăр пусă кутнерех пурăнатпăр. СТИК. Вут кутне (к огню) пыма хăрушă. Сред. Юм. Пос котне йолаччин çапах ĕçлеççĕ (кончают полевую работу после других). Ст. Чек. Витре пус кутĕнче ларат. Ib. Алăк питĕркĕччи кĕçналăк кутĕнче выртат. Г. А. Отрыв. † Савни каланă сăмаххи халь те чĕре кутĕнче.

кутăн

котăн (-ды̆н), задом, задом наперед, шиворот на выворот. Орау. Пĕренесене кутăн турттараççĕ: тăррине çуна çине хураççĕ, кучĕ çĕтĕрнсе пырать. Шарбаш. Иопа таврашне котăн ан лартăр: лайăх мар. (Поверье). N. Ачи кутăн тухнă. N. Çĕклесе тухаççĕ кутăн (покойника): урисене малтан, пуçне кайран. Шурăм-п. Пăрахса (жертвенные кушанья) тавăрăннă чухне кутăн утса килтĕмĕр. Изамб. Т. Камăн çăпати кутăн ӳкет, ул вилессине пĕлтерет. (Гаданье). Альш. Кусем çав хĕре йăтнă маййăнах ктăн тытса, кĕрӳшĕ, пĕтĕм туй халăхĕ, çав каччи ашшĕ-амăшĕ умне пырса тăраççĕ — пуççапаççĕ. Изамб. Т. Пурăнăç пĕр кутăн кая пуçласан, ялан сиен куратăн. К.-Кушки. Кутăн çуралнă (вперед ногами; говорят и упрямому). КС. Урапине кутăн çавăрса лартнă (повернул задом). Ib. Кутăн утса çӳрет. Ходит на руках. Вил-йăли. Пуçĕ панчи вĕçне каялла тавăрса, ун ăшне пĕр кĕпепе пĕр йем минтер пек çĕлеççĕ, çĕлеме те кутăн çĕлеççĕ. Образцы. Астăвăр-ха, Чакă, ай, ачисем, çăпатине кутăн сырман-и? N. Чăвашсем, юмăç хушнă тăрăх, тăшманĕсене усал тăвасшăн вĕсен ячĕпе турă умне кутăн (вверх ногами) çурта лартаççĕ. ЧС. Юмăç карчăк пĕр кĕпене кутăн çаннисенчен урисене тăхăнса ячĕ. К.-Кушки. Эп пӳртрен кутăн тухрăм. Я вышел из избы задом. N. Мур шăрши!... Ăсĕ пур!... Хытнă çăкăр татăкне кутăн сĕтĕрет шăтăк патнелле! (к норе). N. Котăн отать. Идет задом. N. Котăн тăрать. Стоит нижним концом вверх. Чхĕйп. Кутăн ĕçе карăм (по обьяснению КС ходил по необыкновенному делу, т. е. хоронить покойника, так как на похоронах, все делается шиворот-навыворот; напр., умершего одевают наопако и даже самые песни поются тогда иначе). См. тинсĕр-ханкăр. || Назад, обратно. N. Кутăн шыра. Разыщи (пропавшее на почте письмо). Тăв. 38. Вĕсенчен те вĕренӳ пулсан, тĕнче тепĕр май çаврăнĕ, хĕвел те кутăн тухĕ. Вĕлле хурчĕ 20. Çаплах та ирĕксĕр уйăрăлсан, амăшне тытса юлса, хурчĕсене кутăн вĕллене ярас пулать. Ib. Уя ĕçлеме кайнă хуртсем кутăн таврăнаççĕ те, çĕнĕ вĕлленĕ кĕрсе кăяççĕ. Бигильд. Çапа пĕлмен ал-ура хăйнех кутăн лекнĕ, тет. (Послов.). М. Васильев. Наччальник тавраш пырсан та, котăн тараç. Шурăм-п. № 23. Вăрă леш тĕнчере вăрланине кутăн хуçине памалла. ЧС. Пирĕн ялта пасар пулат; пасара выльăх-мĕн сутма илсе килсен, е аш-мĕн, е çу-мĕн илсе килсен, пасара кӳртмесĕр, кутăн хăваласа янă (прогоняли), тет. N. Çак сăмаха вола котăн (читай назад, в обратном порядке; напр., çараараç и т. п.). ЧП. Урама кутăн (задом на улицу) пӳрт лартрăм, вуникĕ кусуй кастартăм. Альш. † Елшел урам — аслă урам, урама кутăн пӳрчĕсем (окнами во двор). К.-Кушки. Кутăн пырап. Иду задом (т. е. противно обычному ходу). Чув. пр. о пог. 17. Хĕвел кутăн (каялла) пăхсан, çăмăр пулать. Если солнце, заслоненное облаками, освещает отраженным светом к востоку, то быть дождю. Календ. 1904. Хĕвел кутăн (каялла) пăхсан, çумăр е çил пулать. Сред. Юм. 'Котăн хĕвел'. Пĕлĕтлĕ кон хĕвел, пĕлĕт айĕнчен корнмасăр, пĕлĕт çине ӳксе çав пĕлĕт çинчен çутă корăннине калаççĕ (отражение света солнца с облаков в облачный день. (Срв. Бгтр. Хĕвел, пĕлт айĕнчен тохса, анса ларнă чох пăхсан, çомăр полать). || Вверх ногами. Орау. Мачча çумăнче шăнасам пак кутăн утса çӳреççĕ. (Сказка). N. Вĕрен тăрăх икĕ чалăш хăпарса, кутăн анатпăр. Тораево. Улпутсам çитрĕç, тет те, Сохрон кутăн çакăнса тăрат, тет. Орау. Шăтăкпа вĕрен тăрăх ансан-ансан, тепĕр патшалăх пур, тет. Унта çынсем, эпир мачча çумăнче çакăнса тăнă пек, кутăн çакăнса утса çӳреççĕ, тет. Шăтăкран çĕре ансан, пĕтĕмпех тĕлĕнсе кайнă, тет, ку: ку аялта тăрать, тет, лешсем мачча çуммĕнче (так!) çыпçăнса, утса çӳреççĕ, тет; çӳçĕсем аялалла усăнса çӳреççĕ, тет. (Сказка). Çĕнтерчĕ 30. Эпир япаласене пытарнине эсĕ кама та пулин пĕлтерсен, сана кутăн çакатăп (повешу)! Кан. Хамăр япăх ĕçленине курса, кутăн выртса услама çапаççĕ. Якейк. Эп шăва (= шыва) кĕнĕ чох яланах пĕве пуçĕнчен (с плотины) котăн сикетĕп (головою вниз). N. Кутăн тăрăнчĕ. Ткнулась вниз головой? См. кача. Г. А. Отрыв. Шĕвĕр тĕплĕ тимĕр витрене кутăн лартнă евĕрлĕ пуç çинче ларса пынă (çĕлĕк). || Неудачно. Paas. Ĕç кутăн пычĕ (шло). || Упрямый; упрямец. Якейк. Кутăн, человек злого, придирчивого характера. Ib. Эп онашкал котăн çын нихçан та корман. Ib. Котăн çын, тесе, ялпӳçсене калаççĕ (деревенских кулаков). Юрк. Арăмĕ хăй пеккиех наян япала пулат, кутăнскер; хуняамăшĕ ĕçе хушсан, питех итлемес. Кан. Эрехшĕн, кутăн, виçĕ кун хушши çакăнса тăма хатĕр. Кильд. Арçынĕ (муж) кутăнтарах, ял çинче çӳрекен çын пулнă вăл («кутăн» противоположно «лăпкă», «кунĕ»). П. И. Орл. Кутăн йысна шурă кĕпе тăхăннă, янахи айĕ маччана тивет. (Кăмака). Изамб. Т. Йытă та: тух, тесен, тухат, эсĕ йытăран та кутăн. Сет-к. Котăн — драчун, забияка. Череп. Кутăн, упрямый, кляузник. Собр. Кутăна кутăн пуçлăхĕ, наяна наян пуçлăхĕ кутран вуникĕ вĕçлĕ нухайккипе çаптарат, теççĕ. (Послов.). N. Котăн çын, любящий тягаться, сутяга, дерзкий, придирчивый; кому нельзя давать в долг. || Упрямство. Ала 30°. † Манăн упăшка пуласси кăтьăр кăтра çеç пулчĕ, кăтрисерен кутăн пур. || Притворство. См. кутăна пер.

кучченеç

(-ч'ч'эн'эс), гостинец(-цы); сласти; подарок. Тюрл. Арçын ачисем, кам çитерес килекенĕ, хĕрсене кучченеç çитереççĕ. Выла. Хăнисем вара сăрасемпе кучченеçĕсемпе пыраççĕ. Кучченеçĕсене икерч, чăкăт илсе пыраççĕ. (Микун). Байгул. Тута кĕçĕтсен, кучченеç çиет, тет. Ib. Кучченеç — всякое приношение со стороны родни, в виде лепешек и пр. (хăпарту, пашалу, кукли, пӳремечĕ). Ск. и пред. 33. Пырса курăнтăр анчах, пирĕн ун валли кучченеç виçĕм çулхиех пур-ха. N. Сĕтеле хыпалама тытăнтăм, кучченеç пĕр чĕлĕ касса илтĕм те, çисе ятăм. N. Ачи ашшĕсем пынă çĕре хĕр ашшĕсем те сăра туса, кучченеç пĕçерсе, пӳртсене çуса, карташсене тасатса хураççĕ. Ст. Чек. Пике валли кучченеçе картламасем, пурçăн туттăрсем исе килнĕ, тет, тетĕшсем. Альш. Пирĕн чăвашăн хăнаран кучченеç чиксе яраççĕ киле. Ăна вара лешсем, тавăрăнсан, çĕçĕпе касмасăр, алăпа хуçа-хуçа, малтан, «ваттисене» асăнса тин çимелле килте. Етрух. Сăра çме (= ĕçме) чĕнсен вара, арăмĕпе упăшки тумланса кучченеçпе каяççĕ. Сунчел. † Шурă перчетке сарă хĕрĕн кучченеçĕ; эпир атте-аннен кучченеçĕ. N. Хĕр панă чухне. Кучченеç леçсен'. Кĕрĕк тăхăнса, пурте, пӳрт тулли çын, ура çине тăрса, кĕлтăваççĕ «хамăр чĕлхепе». Хĕр ашшĕ, çĕлĕк илсе, алăк уçса пуççапат турра. Унтан кучченеçе çиеççĕ. N. Çавсене пурне те, тĕрлĕрен, кучченеçе илсе кайăр çав пуçлăх валли. || Взятка. Амалăх-Кипеней. Орау. Кучченеçе вĕреннĕ. Привык к взяткам.

кӳрĕш

(к'ӳрэ̆ш), сосед. См. кӳршĕ. ЧС. Пире иксĕмĕре кӳрĕше zчĕç (в соседи). Аттик. Кӳрĕшсĕр кун çук; вилсен, кӳрĕш кирлĕ, теççĕ. (Послов.) || Соседство. ЧС. Хамăр кӳрĕшри Анттун пичченĕн йывăç пахчинче. || Соседний. N. Каç пулсан, эпир унпа, ларса, кӳрĕш яла, хĕр патне, тесе, тухса кайрăмăр (выехали).

кăлăх

(кŏлŏх, кы̆лы̆х, Хорачка: кы̆лы̆к), напрасно, попусту ни с того, ни с сего. Регули. Кăлăх (кăлăх хисепе) ан попле ытлашши! Чертаг. Кăлăх сăмах (= ытлашки) ан калаç. Ст. Шаймурз. Çулпа пынă чух çул урлă сан умăнтан кам та пулсан пушă витрепе каçсассăн, çул кăлăх (неудачлива) пулат, тет. N. Кăлăхах йĕркесĕр ĕç тăвакансем пулччăр. Юрк. Çыру ярассу пулмасан (если не хочешь посылать письмо), мĕн тума кăлахах çынна апла каласа кĕттерсе тарас?! Ib. Ху çумна илес пулатчĕ, эсĕ кăлăхах унта хутăн. Ib. Вал çапла кăлăхах кулса янине ывăлĕ курсан: анне, мĕшĕн эсĕ кулатăн? тесе ыйтат, тет. Ib. Мĕшĕн çыру ямасăр тăратăн? Калăхах çынна ан тарăхтарса тăр. Ib. Упăшки, чăнахах шăтăк сăмавар тыттарса ячĕç (всучили) пулĕ, тесе, хăраса: çĕнĕ сăмавар кăлăхах юхса тăмĕ ĕнтĕ, ан калаçса тăр! тесе, шанмасăр, сăмавар ăçтан юхнине курасшăн пырса пăхат. Альш. Кăлăхах укçа патăн эс ăна. Изамб. Т. Кăлăх чупса çӳретĕн! А. Турх. Ăна кăлăхах айăпларĕç (обвинили понапрасну). Хорачка: пустоj кы̆лы̆к соjалат. Ib. накы̆лы̆к соjалары̆, jэ̆ргэ̆ с'ок н'имэ̆скэ̆рдэ̆ || Чăв. й. пур. 37. Çимун, вăрман хĕррине илсе кайса, кăлăх çĕрех кăтартнă вара [указал на первое попавшееся (?) место]. N. Халĕ ĕнтĕ кăлăхах савнă ывăлĕ ăна, ватăскере, пăрахса, юта тухса каясшăн. ППТ. Хăш-хăш чухне е хамăр кас марри, е ăратне марри хам çумри ачана паратчĕ (çимĕç) те, темшĕн мана памасчĕ, манăн çавăнпа кăлăх кăмăл хуçăлатчĕ. || Напраслина, тщета. Бел. Гора. † Ан ятлăрсем, аттепе анне, ялти çамрăксем кăлăха калаçнăран. Хĕн-хур. Кăлăха (без дела) вăхăт ирттерес мар, тесе, вăл яшка-çăкăр çиессе те ура çинчен анчах çинĕ. || Довольно, очень частенько. Янтик. Малтан кăлăх пит аван калаçкаласа тăратчĕç, унтан, темшĕн, вăрçрĕç-карĕç. Ib. Кăлăх хытă утса пыраттăмăр: ман тутăр ӳксе юлнă! тесе, кăшкăрчĕ-ячĕ Пăлаки. N. Вăл холана кăлăхăх кайать (часто). Изамб. Т. Кăлăх кирлĕ япала (довольно нужная вещь), эсир ăна çĕмĕрнĕ! А. Турх. Кăлăх аванччĕ. Был довольно хороший. Ib. Кăлăх аван пынă çĕртен темĕскер пулчĕ! Так все хорошо шло, и (вдруг) что-то стряслось... || Ашнĕ-амăшне. Куми (= его кума) çапла калани Кĕркури кăмăлне кăлăх кайнă. Тюрл. Кăлăх лайăх çын, хороший. Чертаг. Кăлăх нумаях мар, не очень много, не зря много. || Хороший (лайăх)? N. Кунта кăлăх хыпар пур.

кăтарт

(кы̆дарт, ктарт), показывать. Альш. Иванкка Петĕрĕ, авланнă чухне хальхи арăмне йыснăшне кăтартнă, тет. Регули 686. Хăшне тытмаллине кăтартам. Ib. Хăш утне тытассине кăтартрăм. Ст. Чек. Кăтартса пăхам (покажу) çак çынна, илмĕ-и (илми); пурĕ-пĕр (всĕ равно) сутмалла вĕт. Ib. Кăтартса парам-ха вăсене! Проучу-ка их! К.-Кушки. Куçĕ ылмаш кăтартат. У него косые глаза. Срв. Кăмак-к. Куçĕсем пĕр пек кормаççĕ. У него глаза видят не одинаково. N. Çак кинĕ хунямăшне, хуняшшĕне хисеплет, вĕсем умĕнче урине кăтартмасть, пуçне те кăтартмасть. Тогаево. Пĕр чĕлхесĕр старик тăчĕ те, мана пĕрре аллипе темскер туса кăтартрĕ (показал жестом), тепре чĕлхиçне кăтартрĕ. Сятра. Коç шоррине кăтартса (вылупив зенки, напр. — браниться). Юрк. Епле çӳретĕн, кăтарт халĕ! тет. N. Ăна ачасем, нихçан çимесĕр антăхнăскерсем, кăтартса та хăвармаççĕ (съедают все до чиста), пĕр наччасрах пуçтарса çисе пĕтереççĕ. Ала 54°. Çуртсем енне (в сторону строений) кăтартса... Альш. Тĕттĕм кăтартакан кĕленче (о стекле: закопченное, залежавшееся, принявшее мутную окраску). Орау. Тытсан (если поймаю), аçа çапман пуçна, кăтартăп ак (задам тебе), пит вĕрсе тăр-ха! (= полай-ка еще!) || Казаться. Торп-к. Çын аллинчи япала пит пысăкăн кăтартать, теççĕ. Ачач 39. Те хăй лутраран, кĕлетки сарлакарах кăтартать. N. Эсĕ çамрăк кăтартатăн, теççĕ. || Предвещать, обьяснять. Кратк. расск. Санăн тĕлĕкӳсем икĕш те пĕр япаланах кăтартаççĕ. Юрк. Пĕрев хăй хуçине укçисене ăçта-ăçта салатнине хисеп (отчет) панă. Çав хисепĕнче вăрттăн хăне (= хăйне) илнĕ укçисене ялан хама валли атă илтĕм, тесе, кăтартнă. || «Привести». Юрк. Анӳ вилнине пĕлсен, пит шеллерĕм; ун пек вилĕм таврашне турă ан кăтарттăр. || Оказывать, причинять. N. Эсĕ темĕн чухлĕ ырăлăх кăтартнине асăнса калаçĕç. Истор. 143. Эсĕ пире халиччен курман асапсене кăтартатăн. N. Ют халăхсене йывăрлăх кăтартса, хăваласа янă. N. Кушака ан хурлăх кăтарт. Не мучь кошку. Ачач 78. Çавăн пек кăтартрĕ (проучил, показал кузькину мать) мана Ишек юрри! (см. Ib. 76). БАБ. Халăхсем вара: темĕн кăтартса тăрĕ (от колдуна бог знает что увидишь), тесе, хăй вилсен виçĕ эрнерен, пĕр çĕре пуçтарăнчĕçĕ те, масар çине кайрĕçĕ. Кан. Кам çурт вырăнĕ йышăннисене, çурт лартмасăр, пахчапа усă кăтартмастпăр (не позволяем пользоваться), теççĕ пухăра. || В качестве вспомог. гл. Ачач 19. Униççе аппа! Ярса кăтарт-ха юмах. Ib. 18. Ĕмĕрлĕхе çывăрма выртнăскере, сăмахсем те каласа чĕнет вăл. Анчах сӳннĕ куçсем урăх никама та курмаççĕ çав. Тепĕр хут уçăлса кăтартмаççĕ вĕсем. Ib. 100. Çамрăк ывăлĕ те, итлекен ача пек пулса, амăшне савăнтармалла кулса кăтартнă вара. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ шкула килсессĕн, хам пурăнăç çинчен кала-кала кăтартрăм. N. Хамăр хуларах выртрăм, ну только киле ярса кăтартмарĕç (не пустили свидеться с родными). N. Ӳсĕрĕлсе кăтартмарăм. Я ни разу не показался пьяным. Кан. Пĕрер пăт патне хăмли пулса кăтартрĕ (уродилось с пуд). Ib. Пĕлтĕр Волынь хăмли пулса кăтартайманччĕ. Кăçал лайăх пулса кăтартрĕ, пиçсе те çитрĕ. N. Лайăхрах ĕнентересшĕн (чтобы убедить), пĕтĕм çынсем умĕнче Хритун урхамах та, хурчăка та, ăмăрткайăк та пулса кăтартрĕ, тет.

кăшкăрашкала

учащ. ф. от. гл. кăшкăраш. Букв 1904. Хамăр: камăн иртет! камăн иртет! тесе кăшкăрашкаласа, кимĕсем хыççăн (за игрушечными лодочками) чупса пыратпăр.

кĕле

(кэ̆л'э), пятка. К.-Кушки. Ст. Дув. † Хамăр аккасене ăçтан паллар! — пушмакĕсем çӳлĕ кĕлелĕ (вот по чему можно их узнать). Бур. † Йĕс кĕлелĕ аттăр пур, такăрлатăр çул çине. Кан. Урана та çыхрĕç, алла та çыхрĕç, пуçа та кĕле хучĕç, ниçта пăркаланма çук.

кĕлмĕçĕлен

кĕлмĕçлен, кĕлмĕчлен, попрошайничать, нищенствовать. Йӳç. такăнт. 60. Санăн кĕлмĕçленесси часах пĕтес çук çав. N. Вăл вăйсăрланса, начарлансан, эпир хамăр та пурсăмăр та вăйсăрланатпăр, кĕлмĕçĕленетпĕр.

кĕмĕш

серебро (тюрк.)? Т .II. Загадки. Утрăм-утрăм, улма тупрăм; улталарăм — кĕмĕш тупрăм; илчĕ килчĕ, парне пачĕ, хутаç кĕрӳ ташша ячĕ, енчĕк кĕрӳ çуппа тăчĕ. (Кĕрĕпе шăлтăрма, т. е. ниченки и блок). Ib. Утрăм-утрăм, улма тупрăм, улталарăм — кĕмĕш тупрăм; элчĕ (так!) килчĕ, парне пачĕ, улмаш кĕрӳ ташша ячĕ (scr. пачĕ. Пăрçа). Собр. † И, хăмăш-тăр, хăмăш-тăр, çурри таран кĕмĕш-тĕр, ай-хай хамăр хăнамсем пилĕк таран кĕмĕш-тĕр!

кĕр

(к'э̆р, кэ̆р), выйти, зайти, вьехать, заехать. N. Санăн ăçта кĕмелле? тесе ыйтрĕ ăлавçă. N. Ăçта кĕрĕпĕр çĕр выртма (на ночлег)? Альш. Хулана кĕнĕ çĕртех (при самом въезде в город) пĕр пĕчĕкĕ çурт пулнă. Етрух. Пӳрте кĕре-кĕре тухаççĕ («çынна пытарни»). Орау. Мĕн пур пӳлĕме (во все комнаты) кĕре-кĕре тухрăм. N. Пӳрте кĕнĕ-кĕмен (не успел войти, а...) ятлаçма тапратрĕ. Чуратч. Ц. Усал тарçи пӳрте кĕнĕ-кĕмен ыйтрĕ, тет: куртăн-и? тесе. N. Сарă сĕтел кутĕнчен, мăйлă стаккан патĕнчен, ĕçсе-çисе кӳпĕнсе, кĕре-туха пĕлмеççĕ. N. Вĕреннĕ те (привык) унта çӳреме, халь те хăш чухне астумасăр (невзначай) кĕрех каяп. N. † Ай-хай, хамăр тантăшсем халех кĕрсе кайăпăр. Орау. Эп леш пӳлĕмрен тухнă çĕре вăл кĕнĕ-тăнă (вошел). ГТТ. Кĕриччен малтан, тухассине тавçарса ил. (Перевод тат. пословицы). N. Вара хĕрпе арăм, пĕркенчĕк ăшне кĕрсе ларса арăмĕ виçĕ çавра (3 куплета) йĕрсе кăтартать N. Вăл вăрманта çӳрекелерĕ-çӳрекелерĕ, тет те, темскерле пĕр упа капкăнĕ çине кĕчĕ кайрĕ (наткнулся), тет. Пазух. Хĕрсем вăйăран кĕрсессĕн, каять урам илемĕ. Сĕнтерчĕ 37. Ниçта кĕре-кая пĕлмесĕр, кускаласа çӳрет. Могонин. Пĕр пусăк çын пĕчĕк çынăнне уй анине пĕр утăм пек кĕрсе сухаланă (запахал лишку). || Тайба-Т., К-Кушки. Калуш атта кĕмес. Капоши не лезут на сапоги (калоши малы для этих сапог). || Попадать, проникать. ЧС. Тăла çăпатисене пĕри те пал(л)аса сырман: хăшĕ алла кĕнĕ, çавна сырнă. N. Çав йывăçсем пĕтĕмпех пиçсе кайнăчĕ, хăшĕ çурри таран çунса кĕрсе кайнăчĕ (обгорели). Альш. Ялăн тулашне тухса, çĕре алтса кĕреççĕ те икĕ енчен, хапха пекки тăваççĕ. («Çĕнĕ вут кăларни»). Сюгал-Яуш. Кайран пĕр мăн полă кĕчĕ (поймалась). N. † Çинçе вăлтана кĕрекен, хăй те кăртăш чĕппи вăл. Цив. Пулă çавăн пекех кĕрет (ловится). О сохр. здор. Çапах та хăш-хăш таса мар япала тӳшек çитти витĕр те çапать: пысăк çынсен тарĕ, ача-пăчан шăкĕ кĕрсен, тӳшекрен вара пит шăршă кĕрекен пулать (пахнет). Сред. Юм. Ôра айне кĕрен вит! Ведь лезешь под ноги. N. Тĕтĕм коçа кĕрет, ят коçа кĕмест. (Послов.). Толст. Çамрăк турачĕсем пĕрĕнсе кĕнĕ (сморщились). Альш. Хай Утил (Удел) çинчен калаçса кĕрсе кайрăмăр (разговорились об...) эпир. Ib. † Çамрăк хĕрсене илем кĕмес, кĕмĕл тенкĕ çакмасан. || Подгонять друг друга. Шел. 80. Харăс çĕкленсе йĕрки-йĕркипе, пĕр-пĕрин çине кĕрсе пыраççĕ (косцы). || Напасть. Истор. Тутарсем çине пырса кĕрсе, кам алла лекнине йăлт вĕлерсе тухнă (они). Ib. Вăл тăшман вырăссенчен темиçе хут вăйлине курса, унăн çине кĕме хăраса тăнă. Алекс. Нев. Нимĕчсем тĕрлĕ енчен вĕсем çине пыра-пыра кĕнĕ. || Поселиться, поместиться, занять. Изамб. Т. Халĕ кам патĕнче пурăнат? Якур патне кĕнĕ (погорелец). Изванк. Унăн мĕн каланисене хут çине çырсан, виç-тăват листа çине те кĕрес çук. Орау. Ăçта кĕрет-ши ман?! (о еде: «куда это только у меня помещается?!» — т. е. я много ем). || Идти, уходить. Изамб. Т. Тума (на одежду) пилĕк аршăн пустав кĕрет (идет). N. П. С. ани çинче урапана кĕмерĕ. || Наняться, поступить на место, на работу. N. Кĕр хам пата тарçа, мĕн чул илетĕн укçа, тенĕ вăл. Истор. Годунов патшана кĕрсе-кĕрсе пит тĕплĕ кĕрсе ларасшăн пулнă. Регули 1216. Кĕрсенех (малтан, кĕрсенех; первей, кĕрсенех) йăвăрччĕ, кайран çăмăлланчĕ. || Коракыш. Кусем татах парăма кĕнĕ (вошли в долги). || Капк. Те лупас айĕнчи тин туса хунă чĕрĕ кирпĕçсем çинче йăваланнипе айăпа кĕнĕ (провинился). || N. Суйланă çынсем причака кĕмелле пулнă (должны были принять присягу). || Войти в употребление. Сред. Юм. Ĕлĕк çĕре ахаль виçнĕ, унтан вара сăнчăр кĕнĕ, пôрнан ĕмĕрте кĕççе кĕрет. Якейк. † Çынсам çинче порçăн тоттăр, пирĕн пуçа кĕрес çок, — кĕрес çок мар, тохас çок. || Войти в силу. N. Патшалăх Канашĕ тунă ĕç канашра ларакансенчен виç пайĕнчен икĕ пайĕ килĕштерсен тин (саккун) йĕркине кĕмелле пулнă. || Выйти в люди. С. Тим. † Эпир çук çын ывăлĕ-хĕрĕ, хăçан кĕрĕпĕр-ши çын çине? («çын çине кĕрес» означало «стать порядочным, состоятельным»). Девлизерк. † Атте-анненĕн пиллĕхĕ çитсен, пулмăпăр-ши эпĕр çынсем, кĕмĕпĕр-ши эпир çын çине? || Дожить до той или иной поры. Беседа 18. Микулай çапла мункуна кĕчĕ. N. Çуркунне иртсе кайрĕ, çăва кĕтĕмĕр. Альш. Йĕпе-сапана кĕриччен (пока не началось ненастное время). || Çăварни. Çакна илтсен, ĕнтĕ ăса кĕрес пулать (надо образумиться). N. Вĕсем куçĕсемпе курасшăн мар, кăмăлĕсемпе ăна кĕресшĕн мар (в ум прийти). || О запахе. Толст. Йытă хир чăххи йĕрĕпе малалла мĕн чухлĕ кайнă, çавăн чухлĕ ăна чăхă шăрши кĕререх парса пырать (пахло сильнее). СТИК. Ахтар, хăнчен тар шăрши кĕрет! || О купаньи. Ст. Чек. Пике те, шыва кĕрсен-кĕрсен, тухат. N. Çырма патне çитсен, ачасем пĕри те кĕресшĕн мар, пурте хăраççĕ. || О крещении. Истор. Çапла 988-мĕш çулта Киеври халăх пĕр кунтах тĕне кĕрсе пĕтнĕ. || Кан. Ĕлĕк хурал пӳрчĕ тĕттĕм, таса марччĕ, халь ĕнтĕ илемĕ кĕчĕ (стала опрятной). || Садиться (о ткани). См. тăла тĕртни. || В качестве вспомогательного гл. БАБ. Тултан пĕр чăхă тытса кĕрсе, пӳрт урайне яраççĕ. Ib. Вара хăй ман çăвартан ăша вĕрчĕ те, таçта кайса кĕчĕ (исчез). Альш. Акам, эсĕ ман хыçран питĕрсех кĕр (запри за мною) хапхана. N. Çта кайса кĕресех! Куда же бы это укрыться! N. Чопкаласа çӳрет, ниçта кайса кĕримаçть. Çта кайса кĕчĕ ку шăрши? Шурăм-п. Хăмла татса пĕтерсе кĕнĕ чухне, пĕр шалча лартса хăвараççĕ. Чăв.-к. Кăшт выляса кĕрем-ха! Ходар. Ачасем: вирĕм, тесен, савăнса, таçта та кайса кĕрĕç (несказанно обрадуются). Юрк. Пырса кĕтĕмĕр (взъехали) пĕр кĕпер çине.

кĕр

(к'ӧ̆р, кэ̆р), осень. Завражн. Кĕр мăнтăр. Осень богата. Çутт. 51. Хура кĕр (когда грязно, холодно, темно). Çанталăк сивĕтет. Кан. Çу иртсе, кĕр çитрĕ. П. Патт. 19. Кĕре астуса илнĕ — кĕрте шапа таврашĕ юрламасть. N. Кĕркунне кĕр пит сивĕ килнипе... N. Кĕре кĕретпĕр. Начинается осень. Чем люди живы. Çаккăн кĕре хирĕç (к осени) пăртак укçи пекки пухăнкаланă (накопилось малость деньжонок). Тет. Кăçал кĕр вăрăм пулат. Сĕт-к. † Ки-кик-ка-как хор кайăк, кĕр каять те, çор килет, эпĕр апла полмăпăр. Кан. Çук, чăххисем кăçал та, ытти кĕрсенчи пекех, лайăх çăмарта туса параççĕ. Регули 1189. Кĕртенпе корман эп она. Я его не видал с осени. N. † Пиçен кутне пăр ларсан, кĕр пулнине пĕлтĕмĕр. Якейк. † Аçаллă-амаллă хор чĕппи кĕре çитет, тавар полать; эпĕр хамăр çанашкал. (Солд. п.). Орау. Кĕр киле пуçларĕ.

кĕреке

(кэ̆рэгэ, к'ӧ̆рэг'э), передний угол в избе; место за столом. КС. Кĕрекене ларт, сажать за стол, где угощенье. Ск. и пред. 48. Пĕр пӳлĕмĕнче, чи кĕрекере, ларать çутăлса сăрланă сĕтел. Ст. Чек. Кĕреке не стол, а передний угол. Ib. Кĕрекене сĕтел хушшине арçынсене лартаççĕ. Ib. Кĕреке — в гостях — яствэ, которые ставятся на стол. Эх, ун кĕреки! пирĕн пеккисене унта ларма та çылăх (т. е. мы недостойны). Янтик. Кĕреке — место за столом на стуле, на стороне двери. Вомбу-к. Кĕреке тесе, тор-ом (= турă умĕ, т. е. перед иконой) патнеллине каланă. НАК. Хăйне (его самого), пӳрте илсе кӳртсе, кĕреке хушшине сăра ĕçме кĕртсе лартаççĕ. Г. А. Отрыв. † Кĕреке умне тăрас тесе, хĕр ĕмĕрне хĕрхенмарăм (так!). Бюрг. † Эпĕ хамăн аттемĕн аслă ывăлĕ пулăттăм, кĕреке кутне тăрса юрлăттăм. ППТ. Кашни килрен тухас чухне çуртра ваттисене кĕреке кутне лартса пуççапаççĕ. Юрк. Çак тăванăн ĕçки-çики кĕрекийĕн варринче. Т. Григорьева. † Кĕрекене тăтăм, юрларăм, ваттисем пурне пĕлмерĕм. Сред. Юм. Кĕреке тесе, ĕçкĕ-çикĕре сĕтел умĕнчи вырна (= вырăна) калаççĕ. Ib. Кăш-тепĕр (иной) çын, кĕрекене ларсан, килшӳллĕ, ытлашки чорт-та-пĕр сăмах (вздор) сăмахламас, пит ĕçсе усĕрлмес, çынпа ытлашки сăмахламас, пăхма та илемлĕ («Приличествует сидеть за столом, нарезывая хлеб и управляя столом, едою»). Йӳç. такăнт. 28. Лар-ха, кум, кĕрекенеллерех, йĕркеллĕ пулар... Пиçенер. Пичи кĕреки — мăн кĕреке; кĕреки çине тайăлам-ши (на стол ли мне облокотиться), пичи çине сĕвенем-ши? (прислониться). N. † Аттен кĕреки — мăн кĕреке; кĕреки çине тайлам-ши, атте çине тайлам-ши? Пизип. Ати кĕреки, ай, мăн кĕреки; кĕреки çине, ай, сĕвенем-ши, атти çине, ай, сĕвенем-ши? Т. VI. 61. Çак ĕçкĕшĕн эпир хуçана тайăлас тетпĕр, тесе, кĕрекене пыраççĕ. N. Тăкса кĕрсен, алăк патĕнчи сĕтеле кĕрекене лартаççĕ те, ĕçсе çиеççĕ. N. † Тĕпеле кин кӳртме парăсăнччĕ, кĕрекене кĕрӳ кӳртме парăсăнччĕ. Ала. 102. † Эпĕр хамăр кĕрекере, стаккан тĕпне çолаппăр, пирĕн арăмсам тĕпелте, корка тĕпне çолаççĕ. Ст. Шаймурз. † Савнине лартăпăр кĕрекене, савманнине лартăпăр алăк патне. Н. Лебеж. † Икĕ кĕреке хушшииче вуник курка вылянать. Вуник курка çитменнине сарă алтăрпа ĕçтерет; сарă алтăр çитменнине тутлă чĕлхи йăпатать. ЧП. Кĕрекене сĕтел туртса лартас çук, эпир тăвана çăкăр-тăвар парас çук. Ой-к. Килĕрех, хура халăх, кĕрекене кĕрсе ларăр ĕçме-çиме! БАБ. Кĕрекере пĕр сĕтел ларать. N. Ку кĕрекери ĕçкĕ-ха, куншăн чăвашсем хаярламаççĕ. || Особый точёный деревянный сосуд для пива, употреблявшийся раньше при молениях. Сунчел. Образцы. 37. Сирĕн кĕрекĕрсем пит чĕнтерлĕ — хăш пасарта суйласа илнĕ-ши? Сутел. † Сирĕн кĕрекĕрсем иккĕ-мĕн, перри кăна сахăр, тепĕри кăна пыл. ЧП. Ай, юрла та юрла, тиеççĕ, кĕрекисем сайра тивнине пĕлмеççĕ. Юрк. † Тав сана та, тав мана, чĕнтерлĕ кĕреке пыл сана! Альш. † Ай-хай хăтаçăм та тăхлачăçăм, эпир ĕçнĕ кĕрекене хăла (густой) пылсем пулса (тулса?) юлмĕ-ши? Хорачка. Кĕреке — алтăр пак арлă (= авăрлă), пысăк (ялта иккĕ-виççĕ пор); той тума тапратсан, она исе каяççĕ. Альш. Çак хăтанăн икĕ кĕреки пур, — памĕ-ши пире пĕр кĕрекине? Çак хăтанăн тăхăрвун тăхăр курки пур, — памĕ-ши пĕр куркине ĕçмешкĕн? N. Çак хăтапа тăхлачăн кĕрекинче виçĕ тĕслĕ ĕçкĕ-çикĕ пур. (Такмак). N. † Кĕрекĕр аври — йăлтăрма, кĕреки илемне çав кӳрет. N. † Ылттăн пуçлă кайăк пулса, кĕреке çине килсе ларччăр. (Хĕр йĕрри). Т. VI. Куркана тĕппи ĕçес мар, кĕрекерен çӳле çĕлес (сикес?) мар... N. † Эпир те ĕçнĕ кĕрекĕр, кĕрекĕр тулли сим юлтăр. Срв. Paas. 64.

кĕрт

(к'э̆рт'), то же, что кӳрт. Коракыш. Эпĕ пур çул çӳрекенсене кĕртсе выртарăтăм. Пус. † Турай хĕрĕ тăхăр хĕр, тăхăр сурпан кĕртеç(?), тет. Ст. Яха-к. Кĕлете кĕртсен, кĕлет перекетне пар. (Моленье). Шурăм-п. Ăна хамăр хушшăмăра илес мар, выльляма та кĕртес çук. N. Ыраша вырса кĕртсе пĕтертĕмĕр. Пит эйпет пулмарĕ кăçал. || Помещать (в издании). Кама 28. Кунĕн-çĕрĕн ак сăвăсемпе аппаланать. Пĕр-иккĕшне «Канаш» çине кĕртнĕ. || Определить на должность.

кĕçĕн

(кэ̆з'э̆н, к'э̆з'э̆н), малый, маленький, низкий. Кильд. † Атте-анненĕн арки çинче кĕçĕн чух таптанă йĕрсем пур. («Кĕçĕн» часто употребляется в см. «моложе», сравнительно, но употребляется и в полож. смысле, в зн. «маленький»). Алших. Эпĕ кĕçĕн чухне пирĕн çĕр ĕçлеме çĕр пит сахалччĕ. Сред. Юм. Пôс пит кĕçĕн. Земельный надел не велик. Ст. Чек. Унта пĕр кĕçĕн кăна ял пур. Собр. Кĕçĕн пуç чарăнман, мăн пуç кайнă, теççĕ. (Послов.). Ib. Малтан хăйне асла хуракан, кайран кĕçĕн пулнă, теççĕ. (Послов.). N. Хăна ху кĕçĕне ан хур. Не унижай себя. О земл. Суха кассисене кĕçĕнрех илес пулать. Юрк. Тепĕр аллине тата пăтăлă кĕçĕн хуранне илсе... Альш. Аслă ялтан кĕçĕн яла туй килет. (Кăвар туртни). Ст. Шаймурз. † Тăвансенĕн ĕçки — кĕçĕн ĕçкĕ; кĕçĕн пусан та, ӳсĕртет. N. Пĕр пысăк шăтăк алтаççĕ; ун йĕри-тавришне кĕçĕн шăтăксем алтаççĕ. Трень-к. Пĕри ман пек кĕçĕн çоллăччĕ (малолеток), тепĕр виççĕшĕ пирĕнрен аслăччĕç. Трхбл. † Кĕçĕн кĕпер — кĕпер мар. Ст. Шаймурз. Пыра-пыра, хир варринче пĕр кĕçĕн кăна пӳртре çĕвĕçĕ пур, тет. || Маловажный. N. Хĕрарăмсем арçынсенчен кĕçĕн (старое изр.). || Младший, меньшой. Н. Карм. † Эсирех те аслă, эпĕ кĕçĕн, хирĕç тăрса сăмах хушаймăп. Ау 181. † Ах аттеçĕм, атте! Мĕн кĕçĕнтен çын çирĕ, çапах тухса каймарăм. Кĕсĕсем. Кĕçĕнех те вăрман хыçĕнче шăхăрса та сӳресем сӳреççĕ. ЧС. Кĕçĕнтен пуçтарнă ăсне пачĕç. К.-Кушки. Чи кĕçĕнни, самая младшая (напр. дочь). Ib. Манăн хĕрсенчен, аслинчен кĕçĕнни, хамăр ялах кайнă. Моя вторая дочь вышла замуж в нашу же деревню.

кĕтмелле

в долг, в кредит. Юрк. Ку та аптăранă енне, мĕн вăйĕ çитнĕ таран, кĕтмелле те пулин хăне (= хăйне) валли тепĕр лаша туянат. Ib. Çак çыннăн кĕтмелле-мĕнле илнĕ лашине епле пулассине хăрах (= хăвăрах) пĕлетĕр!.. Ялюха. М. Кĕтмелле илес — задолжать. Ст. Шаймурз. Хамăр ялти çынсене кĕтмелле сутрăмăр.

кĕтĕ

(к'ӧ̆д'ӧ̆), куст. Старак. ЧС. Ку мĕн пулчĕ-ха (было, показалось)?— йăвăç кĕтти-ши, кашкăр-ши, вилĕ-тавраш-ши (мертвец), усал-ши (чорт)? тетĕп (думаю). N. Пирĕн хуралăççĕ (т.е. хуралçă, хуралăç) хамăр хыçрах пĕр шĕшкĕ кĕтти хыçĕнче (за ореховым кусгом) тăнă. N. Мулкачă кĕтĕ айĕнче кайри урисем çине ларнă.

тĕк

толкать. Ала 74. Çакă Кăвал ачисе алăк хыçне тĕкрĕмĕр. N. Манăн çăварсем питĕрне ларчĕçĕ, çăкăр çиме памастчĕ, аран-аран пĕрер тĕпренчĕкĕн пурнепе тĕксе кӳртсе çатăмччĕ. Сюгал-Яуши. Вара ăйăра шыв хĕрне илсе кайнă та, шăтăка тĕксе янă. Имен. Эпĕ ăна тĕксе ятăм çуна çинчен, лашине пушăпа çапрăм та, тартăм. В. С. Разум. КЧП. Алăка сасартăк тĕкрĕм те, уçăлсах кайрĕ. Ib. Порис тĕксе ярать. Орау. Эп ун киммине çыран хĕрнелле сĕтĕреп, вăл шалчапа çырантан тĕксе шалалла туртăнать. Е. Орлова. Кĕсменпе чултан тĕксе кимме тапратса ятăм. Я оттолкнулся от камня и поплыл. Ib. Çтенаран алпа (урапа) тĕксе уйăрăлтăм. Я оттолкнулся от стены. N. Халăха вĕрентес ĕçе, епле те пулсан, майлаштарса, малалла тĕкесшĕн пулнă вăл. Çамр. Хр. Тенкел ури илсе Çтеппанăв куçне тĕксе шăтарнă. || Касаться. N. Патакпа тĕкрĕм, коснулся. || Кан. Пĕр пулккă сурăх пĕр пĕрин çине пуçсене тĕксе, кашăлтатса каяççĕ. || Бодать. Ишек. Тĕкрĕç, тĕкрĕç, тет те, хĕрне мыйрисемпе, вĕлерсе прахрĕç. Скотолеч. 26. Ĕнесем час часах пĕр-пĕрне мăйракисемпе тĕксе шăтараççĕ е тирне чĕрсе яраççĕ. А.-п. й. 108. Качакисем ăна ирччен пĕтĕмпех тĕксе вĕлереççĕ. Сятра. Такасам ирччен хора тĕксе пăракнăç, тет. || Трогать, задевать. Пшкрт. Тĕк = тив. || Поджечь. Курм. Кăраççын сапса вот тĕкнĕ. Кан. Çын тĕкнĕ теççĕ. Говорят, что от поджога. N. Вот тĕкнĕ. || Запирать. Яргуньк. Алăк тĕкрĕн-и? Запер ли ворота засовом? || Сомкнуть. Яргуньк. Пĕр пуç чĕнчĕ, тет: пушалстă мана кĕлеткепе пуçа тĕксе хăварччĕ, терĕ тет. Шибач. Çав кӳлĕри шупала аллисене хире хирĕç тĕксе çав шупала йăваласа сĕркелесе сыпăнчĕ. || Черкнуть. Орау. Вăхăт пулсан пĕр икĕ сăмах тĕксе ярсан аван пулĕччĕ. Ib. Мĕскер çыран? — Салтак патне хут ярас-ха, кăшт хамăр епле пурăннине пелтерес.— Маншăн та эппин пĕр-ик сăмах тĕксе хур. || Дать взятку. Орау. Леш сутийине тĕкнĕ те, ун майлă турĕç. Он сунул взятку судье, потому присудили в его пользу. || Намекать. N. Сăмах тĕксе ян яр. || Тыкать (в землю).

тĕл кил

приходиться. Изамб. Т. Кĕме теплерен тĕл килмен. Ст. Чек. Сана кунта чăвашла калаçма тĕл килет-и вара? – Тĕл килмест (не приходится). || Случиться. N. Çав çулпа пĕр улпутăн иртсе пынм тĕл килнĕ. || Баран. 164. Час-часах тата тусем тăрринчен аялалла кĕрт татăлса анать те, хăй аннă çĕрте мĕн тĕл килчĕ, ăна çĕмĕрсе пырать. || Удаваться. Ст. Чек. Çырма тĕл килмест. Дик. леб 38. Вăл пулмасан, пире хамăр çуралса юратса ӳснĕ çĕр-шывăмăра килсе курма нихăçан та тĕл килмĕччĕ. Если бы не было этого утеса, нам никогда не удалось бы побывать на нашей родной земле. || СЧЧ. Пĕр юпа шăтăкĕнчи улăма сирсе пăхрăм та тĕлех килчĕ: хай йĕрĕх пĕрни вырта парать (лежит тут как тут!) || Ладиться. N. Тĕл килмесен, если не подадится (дедо).

тĕлĕн

дивиться, удивляться, изумляться. А.-п. й. 77. Хунĕ Ваçлейрен тĕлĕнет. Тесть удивляется. Ib. 69. Ай-уй,— тет Ерхип арăмĕ тĕлĕннипе. Ib. 35. Трашка ачисем тăрна патне çитеççĕ те, шалт тĕлĕнеççĕ. Капк. Хальхи саманара ачасем пурте çавăн пек. Çулĕсене кура мар ăслă,— тет тĕлĕнсе. ЧС. Эпĕ пушар енелле пăхса тĕлĕнсе ларатăп. N. Эпĕ пĕлнинчен тĕлĕнмелли çук, эс пĕлменнинчен тĕлĕнмелле. Неудивительно, что я знаю, но удивительно, что ты не знаешь. N. Унăн калаçнинчен тĕлĕнмелле. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 13. Тепĕр тĕслĕх (пример) тата тĕлĕнмеллерех. N. Тĕлĕнсе хытсах каймалла. N. Ăна хирĕç калаçакан улпутсем вăл сывалнинчен тĕлĕне юлнă. СТИК. Кун акăшĕсем йăлт (сначала написал шалт. потом зачеркнул) тĕлĕнсе каяççĕ: мĕнле ку Иван пуракне час тултарат, эпир темĕн чул тăрмăшсан та тултараймаспăр? тесе тĕлĕнсе аптраса çитеççĕ. N. Вара унтан мĕн тĕлĕнмелли? || Задуматься. Кив-Ял. Пире саван ан кĕттĕр, кĕттĕр-кĕттĕр, тĕлĕнтĕр. (Вăй юрри). К.-Кушки. Тĕлĕнсе лар, в задумчивости. Альш. Шухăшласа тĕлĕнсе ларнă чухне ман шухăшăмсене юрă уçрĕ. Юрк. Хура сăран алса тулĕ, ырă ут тăварнă чухне пулинччĕ? Ай-хай милай хамăр тăван тĕлĕнсе ларнă чухне пулинччĕ. Рак. Тĕлĕнсе хуйхăрса ларнă чухне çак юррăм пусарчĕ хуйхăма. Б. Олг. Тĕлĕнсе шохăшласа çӳрет çа çын (задумчив). Юрк. Тĕлĕнсе, тĕлĕрсе ларнă чухне юрă уçат пирĕн кăмăла.

тĕллен

видеть сон, грезить. Лашм. Ай-хай, ай та миллай, хамăр савни тĕллĕнет-ши ăшă ăйхăнче. N. Патша ăнтан каят, тет, ку епле тупса килчĕ-ха эпĕ тĕлленнĕ лашана. Тайба Т. Ĕнтĕ ĕмĕр иртет, ĕмĕр иртет, каç выртса ир тĕлленнĕ ай тĕлĕк пек. || Бредить. Ст. Ганьк. Выртсан тĕлленсе аташса выртать (больной). || Предполагать; догадаться. КС. Ăна-ха вăл тĕлленеймаст те. Не имеет ни малейшей догадки о чем-либо. Кама 14. Ирт, лар кунталла. Мĕн тĕлленсе тăратăн унта урай варринче?

тĕнче

мир, свет, вселенная. Баран. 243. Мĕн пур типĕ çĕре пилĕк пая уйăраççĕ. Вĕсене тĕнче пайĕсем теççĕ. Качал. Сан пакки хитри тĕнчипа та çук. Ск. и пред. чув. 83. Ӳсĕр кĕрӳ пуçĕнче тĕнче вăр-вăр çаврăнать. N. Тĕнче-çанталăк, çут çанталăк. N. Тĕнче = çут тĕнче. КВИ. Алă çемçе, тĕнчере унтан çемçи ним те çук. Мягка рука своя для всех, пышней ее на свете нет. А.-п. й. 18. Вăл икĕ ураллă этем, çакă вăрманăн хуçи, унтан асли, унтан вăйли тĕнчере урăх никам та çук,-тет упи. Ib. 66. Сан пек ухмах тĕнчере пур-ши? — тет. Вара тĕнче тăрăх ухмах шырама тухса каять. Ib. 67. Унтан старик аптранипе: тĕнчере ухмах татах нумай пуль тесе, килне таврăнчĕ, тет. ГФФ. † Эй, пирн йор! Пирн йор пекки тĕнчере те полас çок. Ах, песня наша! Такой песни нет во всем мире! N. † Вăрманта йăвăç пит нумай, юман йăвăç паллăрах. Тĕнчере влаç пит нумай, совет влаçĕ вăйлăрах. N. Советсен Хĕрлĕ çарне тĕнчипеле мухтаççĕ. И. Тукт. † И, çилсем вĕрет, вичкĕн çил вĕрет, хаяр аслати капланса килет. Кĕмсĕртет, кисрет, тĕнчене чĕтрет, патша тĕрмине аркатса тĕпрет. Ib. † И, çилсем вĕрет, вичкĕн çил вĕрет, вăйлă çăмăрсем капланса килет. Ултавах тĕнчи, йăвăр самани пирĕн чунсене тыткăна илет. (Ĕлĕкхи юрă). Ib. Чĕрене кĕрсе вырнаçнă хыççăнах уйăрчĕç-çке пире иксĕмĕре çак тĕнчери тискер этемсем... Ст. Чек. Тĕнчене евкелĕ пулчĕ: тĕнчене пĕлмелле пулчĕ = тĕнчене сарăлчĕ (мĕн çинчен те пусан). N. Тĕнче капла çаврăнать иккен. N. Тĕнчипах йăтăнсанчĕ, тийăн. БАБ. Пăсташ тасатакан хамăр патрах килсе кĕчĕ. Пĕркун тĕнче тăрăх (повсюду) икĕ эрне шыраса та тупаймарăмăр (такого человека). Никит. Тăта хăшĕ-хăшĕ тĕнче вĕçне çитрĕмĕр пуль тесе хăраса чĕтресе çеç лараççĕ (в засуху). Полтава 72. Тĕнче сасси мĕскĕне илтĕнмесĕр юлас çук. П. Пинер. Ухмаха тĕнче тикĕс. (Послов.). Коракыш. Пĕр тĕнче пĕтет, тепĕр тĕнче тухать. (Кунпа каç). СТИК. Эх, тĕнче такки мунча сакки! Альш. Тен çапла лара-лара кайнă ĕнтĕ вăл тĕнче (расселились). Ib. Шăпăр-шăпăр çумăр çăвать: тĕнчисене тикĕс тивет-ши? Тайба-Т. Çак килте камсем пур, тĕнчене тухса çӳренĕ çынсем пур (бывалые люди). N. Топ сассипе тĕнче çĕмĕрлет. N. Тĕнче çĕмĕрĕлсе çеç тăрать. ГТТ. Тĕнчене урлă турттараççĕ. || Орау. Юр та ирĕле пуçларĕ, кураксем те килчĕç, тĕнче киле пуçларĕ ачăсене валли, ак кĕç çула пулать. || НИП. Питĕ хĕвел хытă хĕртнĕ чухне тĕнче выляса тăрат, теççĕ (е: вăрмансем выляса тăнă пек курăнат, теççĕ. || N. Тĕнчене куртăмăр. Всего испытали. || Альш. Тĕнче вăл хăмăшлăхсенче! Раздолье... || Изамб. Т. Епле, туйра тĕнче тапрăра? || Чудак. СТИК. Тĕнче! Эс кăна мар вĕт çын, ыттисен те ачисем саннĕ пекех салтака каяççĕ. Удивительное дело, чай не у одного тебя берут детей в солдаты. || Сред. Юм. Эй тĕнче порнатпăр-ха порнăçа. М. Васильев. Ак мăскара, ак тĕнче! ак тин телей тор парать. N. Тĕнче вĕт! || Общество. КВИ. Анчах вăйлă этем те хăй тĕнчине пăхйнать.

тĕнче ухмахĕ

набитый дурак. N. Ак тĕнче ухмахсем, епле сире шыв парас? Ăна хамăр тупнă-çке.

тĕршĕн

ежиться, сьеживаться. ЧС. Кайран вара хай луç çавăтсан та, хĕнесен те, пĕрех утмасть, тĕршĕнсе анчах тăра пуçларĕ. Сунт. 1929. Шăннипе тĕршĕнсе выртса пыраттăм. Хурамал. Сивĕре йытă тĕршĕнсе выртать (= хутланса). Собр. Вăрăм чăрăш тăрринче чăпар куксем авăтаççĕ. Хамăр тăвансем килнĕ чухне сарла-сарла авăтаççĕ. Çичĕ ютсем килнĕ чухне тĕршĕне-тĕршĕне авăтаççĕ. ЧС. Тете лаша çинелле пăхрĕ те: чăнах, ку тăма та ĕлĕкхин пек тăмасть, тĕршĕнсех пырса тăрать, терĕ. РЖС З. Çав хурал-тăра пĕр кĕтессинче йытăсем тĕршĕнсе выртнă. N. Вĕсем пурте лайăхрах вырăн йышăнас тесе, пĕр-пĕрне хĕстерсе çырма хĕрнелле тĕршĕннĕ. Пшкрт. Хот тĕршĕнсе выртат. О сохр. здор. Çыннисем хăйсем ялан тĕтĕм тивесрен аялалла тĕршĕнеççĕ. Баран. 43. Выртсан выртсан тата хытăрах тĕршĕнет. || Четыре пути. Выльăх савсан епле çын патнелле тĕршĕнет, епле çуланать. Сред. Юм. Çăмăр вăйлă çăва пуçларĕ те, сорăхсĕм порте пĕр çĕрелле тĕршĕнчĕç. Ачач 26. Хăй акă юрă кĕнекине тытать те, чӳрече тĕлĕнче тӳшек çумне тĕршĕнсе ларса, пĕрре урамалла пăхать, тепре — кĕнеки çине. Альш. Авалхи плант çинче курăнать: пĕрин хыçне тепĕри (один на задах другого поселились) епле тĕршĕне-тĕршĕне кĕрсе ларни. || Укрываться. N. Чулсем çумне тĕршĕнеççĕ (укрываются).

тĕс

цвет. || Масть. Вишн. 72. Тĕсĕ те унăн е хăмăр, е хĕрлĕ, е симĕс, е кăвак пулать. N. Лаши тĕсĕ торă. Сред. Юм. Ине хĕрли илме юрамас пире, тĕс килĕшмес; мĕн чол хĕрлĕ ине ôсран ĕнтĕ, порте вилсе пĕтеç. || Внешний облик, образ, вид. Альш. Ай-хай, тăванăмсем-чунăмсем, тĕсĕрсене курса тăранмарăм. N. Вăл çамрăк тĕсĕпе ваттăн курăнать пулсан та, 21 çулта çеç. N. Тĕсĕ хĕрлĕ, тути сахăр тути калать. Янтик. Çав вăрра эп тĕспе тытрăм (поймал по облику). Суждение. Ĕçкĕ этем е этем тĕсĕнчен кăларса пăрахса выльăх тĕслĕ тăвать. N. Пĕрте канăç çук ку ачасемпе, этем тĕсĕ юлмарĕ. N. Тĕс ӳкерни, сняться в фотографии. || N. Тĕс кайнă. Облинял, полинял. || Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 26. Вырăнти тĕс çапнă. || Юрк. Пурийĕн те ăна тĕсне курассисем килмест, юратмаççĕ. Ib. Эй пархатарсăр япала! Ху ачу (т. е. мой) пулсан та, çавна тĕсне курассăм килмест. Хĕн-хур. Тĕсне унăнне ан курам! Орау. Манăн ун тĕсне те курас килмест. Регули 1257. Тĕсне те кисе кăтартмасть. || Красота. N. Тĕсĕ те пур, ăсĕ те пур пурăнмаллăх (у жены). Ст. Чек. Вăсен тĕсĕ пур та, ăсĕ çук. Вăсен тĕсĕсем пур та, ăсăсем çук. Ск. и пред. чув. 69. Сивĕ шывпа çăвăнсан, питне-куçна тĕс кĕтĕр. Бугульм. Кăвак çупăнь пире тĕс памасть, авалхи тус пире халь пăхмасть. Н. Лебеж. Ял çинелле тухсан ячĕ каят, çил çинелле тухсан тĕсĕ каят. || Знак, улика. СПВВ. Тĕс шыра, искать знаков, улик. N. Тĕс топмасăр (не найдя улик) тĕллесе каламалла мар-ĕçке. Тюрл. Тĕс кормасăр епле палаç çынна. || Подобие, род. Изамб. Т. Кунĕпе çумăр пĕлĕчĕ тĕсĕ те курăнмаст. Тулта сивĕ тĕсĕ çук пек те. Кан. 1928. Хаçат-шурнал тĕсне курас çук. N. Нимĕн хыпар тĕсĕ çук (и в помине нет). N. Икĕ талăк çăкăр тĕсĕ курман. N. Юрăн тĕсĕ çук, çула сурăх кĕтӳ (= кĕтĕвĕ) çӳрет. Кан. 1929. Сарайĕнче (в пожарном сарае) пĕр витре тĕсĕ те çук, пичкесем шывсăр типсе лараççĕ. Турх. Лаша тавраш санăн тĕсӳ мар вăл. Куда уж тебе лошадей держать. ТХКА 41. Амăшĕ вилнĕ, ку та вилет пуль лаша тĕсĕ пĕтет пуль, тесе килйышпех кулянатпăр хамăр. || Т. VI. Малтан тĕспе кĕл тăврăмăр, унтан пиçнипе кĕл тăврăмăр, халĕ алă валлипе кĕл тăватăп, çырлах. (Из моленья). || N. Янкорассен виç-тăват ĕни вĕсен пĕр ĕни тĕсне тăмасть. || N. Мана юрăхлă атă, тĕс. || Начерт. 177. Тĕс, вид, род, разбор. Поличное.

тĕсмĕрт

узнавать, различать, разбирать, определять. Изамб. Т. Ку япалана тĕсмĕртетне? Узнаешь ли ты эту вещь? Тюрл. Пăртак тĕсмĕртет-и санăн куç. N. Тĕттĕмленсе кайнă кĕленче витĕр курнă пек анчах тĕсмĕртетпĕр. Пир. Ял. Хурапа шурра тĕсмĕртекен çын çак сăмахсене епле чĕлхе çавăрса каланă-ши? Кама. Пĕри кĕлте çыххи туса тăрать вĕт-ха? Куратни? – Куратăп. Тĕсмĕртетĕп. Ачач 101. Пĕчĕк пуçĕ пĕлнĕ таран тĕсмĕртсе илет. Тет. Салтак çыруне тĕсмĕртет (разбирает солдатские письма). Альш. Вăл çынна паллатна эсĕ? — Пĕрре курнăччĕ, тĕсмĕртетĕп (представляю себе). Ib. Хамăр чей ĕçетпĕр, вăл-ку çинчен калаçатпăр. Манăн шухăшăм малтах: Елшелнелле пыратăп, Кушкăсене тĕсмĕртетĕп. СПВВ. Тĕсмĕрте пуçларăм (различать, распознавать). СПВВ. ИФ. Тĕсмĕртес = кăшăт палтанă пек тăвас; ав пăртак тĕсмĕртес, теççĕ. СПВВ. Аран тĕсмĕртсе илтĕм (едва признал). Сред. Юм. Таста корнă эп кô çынна: пăртак тĕсмĕртеп те, тата (а все-таки) камнех тавçараймасп.

тяппа

ходить (о ребенке). СТИК. Таппа-тяппа ту-ха. Шагай (о ребенке). Ib. Тяппа-тяппа тутарас, заставлять ходить. || Ст. Чек. Тяппа-тяппа кайнă = çуран кайнă. Ib. Лашине сутрĕç те халь хире те тяппа-тяппа çӳреççĕ. Орау. Тяппа-тяппа кайăпăр. Пойдем пешком. (Хамăртан хамăр кулса калани пулать).

чак

убавляться, уменьшаться. Торх. Иур та куленех чакса пĕтсе пырать. || Убывать (о воде). Аттик. Шыв тулса чаксассăн улăхсем çинче, çарансем çинче курăксем ешерсе хăпарса тухаççĕ. N. Атăлта шыв чака пырат (все убывает). Календ. 1906. Шыв чака пуçласанах рис ака пулаççĕ. Шел. 75. Сĕнче чакса çитиччен кĕтсе тăма вăхăт çук. N. Каçпа шыв чакса çитрĕ. СТИК. Çырмари шыв чаксах пырат (вода все убывает). Ib. Пирĕн пусăра шыв чака пырат (убывает медленно, незаметно, но безвозвратно). Ib. Пусăри шыв кашни кун чакса пырат (каждый день убывает). Чув. прим. о пог. 296. Хĕлле тан шывĕ тухсассăн, çула йĕпе пулат, шыв чаксассăн, çула уяр пулат. Если зимою образуется наледь, наслуда, летом будет ненастье, если же вода убудет, летом будет ясно. || Убывать (о силе). N. Эсир уйăрăлсан, сирĕн вăйăр чакĕ. N. Хамăр ваттине кура вăй чакрĕ. || Сет-к. Пирĕн ĕнейĕй çилли чакнă. || Укорачиваться. N. Кашни кун ĕмĕр кунĕ чакса пырать. || Ухудшаться. N. Хуйхăпа сывлăхăм та чакрĕ. || Опадать (опухоль). В. Олг. ЧС. Шыççи (у лошади) çапах пĕрте чакмаст, тет. Скотолеч. 12. Ăна шыçни чакиччен кунне тăватшар хут улăштарса çыхас пулать. N. Сылтăм пит шыçĕнчĕ; çав чаксан кăларттарас тен, шыçăнни чакмасăр кăлармаççĕ. Череп. Чак, опадать (о толстом животе). || Уступать. Халапсем. Апла каласан ку та пăртакçĕ лăпланам пек пулать, калле те чакать. || Падать (о цене). Сĕт-к. Похра номай полсассăн, ыр сĕлĕнех хак чакать. || Отступать, пятиться назад. Юрк. Тăрсан-тăрсан, йӳнерехе те парăп, тет калле чакса. Сĕт-к. Нимле мар полч: ни каялла чакмалла мар, ни валалла каймалла мар. СТИК. Чăмăçă лашана хĕнен-хĕнен, вăл мĕн çапнăçемĕн чаках пырат (сколько не бьешь, а она все назад и назад). Ib. Ман лаша вăл пит ăслă, хăш-хăш чухне хам иртсе пынă чух: стой! теп те, вăл чака тăрат (выражается изумление). || Ск. и пред. чув. 42. Ман вăхăт çук халĕ, ерĕшместĕп, тесе чакма пуçларĕ.

пушар чанĕ

пожарный колокол. N. Пушар чанĕ çапать, бьют в набат (когда пожар). ЧС. Çурма çĕр иртсен сасартăках хамăр ял енче пушар чан сасси илтĕне пуçларĕ.

чей хуран

чей хорань, самовар. Копăрля. Сорм-Вар. Аппапа йысна чей хуран, ачи-пăчи чей чашки. Шемшер. Пирĕн пиче чей хурань, янтрин-янтрин янтрамаç, хамăр килсе янтратрăмăр. (Ĕçкĕ йорри). Пшкрт. Чей хораньă, самовар.

червонтсă

червонец, банковый билет в 10 рубльй. К.-Токшик. Чем виç тенкĕ париччен, виç червонтсă парас та, хамăр ялтанах топас (невесту).

чыс

почет, уважение, честь, слава. Шел. II. 52. Хăшĕ пысăк чыс курать, хăшĕ пулать çын кулли. Истор. Эсĕ мана вăрттăн Ярополка тытса пар, эпĕ çавăншăн сана ĕмĕр чысра усрăп, тенĕ. Чăвашсем 10. Анчах эпир хамăр сан чысна пĕлейместпĕр (не умеем тебя достаточно уважить). Собр. Эсирех те ватă, эпир çамрăк, сире пуççапмасан чыс пулмĕ. Образцы З5. † Атте-анне ятне лайăх тытсан, пире лайăх çынсем чыс парĕç. Ib. З2. † Пире тăван кĕтет хай чыспала. || Вежливость. || Хороший прием. Кĕвĕсем. Çак тăвансем килсессĕн чыс пара пĕлмесĕрех ăсатрăм. Баран. 19. Тусăм, сана чыс кăтартам. Ала 14. Ах хăнаçăм тантăшăм, пирĕн чыса ан çухат! Пирĕн чыса çухатсан, хăвăн чысă çухалĕ. (Хĕр сăри). || Угощение. Такмак З. Çав мунчаран тухнă çĕре çак хăта чыс хатĕрлет. Образцы 61. † Ай-хай пĕр хăтаçăм, тăхлачăçăм, кĕрекĕрсем витĕр чыс çапнă. Собр. Пӳртĕрсем шурă, саккăр сарă, эпир тухса кайсан пушă юлĕ. И пушă та юлмĕ, мĕн те юлмĕ, сĕтеллĕрсем тулли чыс юлĕ. N. Чейне те ĕçтерет, чысне те лартать. Бур. Ял çине тухсан ятăр пысăк, килĕре килсессĕн чысăр пысăк. Туй. Туй евчĕ патĕнче чух евчĕ хĕр ашшĕсем патне пырать те калать: сирĕн чыс çитри? умăра пурте тулли пулчи? тет. Леш калать: мана хăтаран чыс çитрĕ, тет. || Пирушка. Туй. Тата виççĕмĕш чыса хатĕрленĕ виçĕ çулхи кăркки пулнă (у него). Такмак 2. Унăн иккĕмĕш чыса хатĕрленĕ пилĕк çулхи хура така пулнă. || Сред. Юм. Таса мар алпа тытса ĕçме-çименне чысне яраççĕ.

чие

вишня. N. † Хамăр ялсем, ай, хĕрсем хĕвелпе пиçнĕ, ай, чия пек. N. † Çӳлĕ пĕр ту çинче, ай, пĕр чия.

чир

болезнь, хворь, недуг, нездоровье. Изамб. Т. Санăн упăшку мĕнле чирпе вилчĕ? Вишн. 74. Çав чирсемпе пирĕн хушăмăрта пĕри-пĕри чирлесен, пирĕн шыва вĕретсе ĕçес пулать. N. Темле чир килсе кĕчĕ те, тухса кая пĕлмерĕ. Курм. Чир тивсен, когда постигнет болезнь. Туперккульос 17. Чăнах та, чирĕшĕн пулсан (в отношении болезни) пит çăмăл. N. Шупашкар пульнитсинче кашни чирпе уйрăм тухтăрсем ĕçлеççĕ. Слакбаш. Чир тумтиртен те ерме пултарать. N. Унта усал чир нумай, усал чир ан ерт. N. Ах эсĕ мĕнле оçлăн-ши вăл чиртен вара? Капк. Вăл вара, кăмăлĕ хуçăлнипе, чире ернĕ. Изамб. Т. Виçĕм кун чирĕпе (вследствии хвори) хирте çĕр каçнă, тет. || Якейк. Ха сан тоту çине кĕçĕр чир сыснă-çке (= тотая пĕчĕк хăмпуллăскерсем сап-сарă чир тохса ларать). || Беда, несчастье. КАЯ. Мĕн пулнă тата? – Чир пулнă-ха, кунта ав аккуна урнă йăтă тулланă. || Заблуждение (?). Юрк. Вăл шухăш вĕсенĕн пĕлмен чирĕ анчах. || Язва. || Эпидемия. || Употребляется в чувашизмах. Хурамал. Пĕрер кăчкăрнă сасă илтсессĕн, калаççĕ: хăшĕ чирĕ кăчкăрать унта, теççĕ. Б. Олг. Кам чирĕ онта кăчкăрат, тохса пăхмасăр, тет. Ib. Ман кам чирĕ каяс-ха! Поскилте çын çок-и мансăр пуçне? Халь çынсам килте, топма полат урăх çына. Васильев. Тем чир, манăн ĕç ăнмас. Якейк. Чир ту хăть, каламасть. Хоть его зарежь, ни за что не скажет. N. Кам конне чир тивет (смирного). Кан. Ах тур, мĕн чир шăмми ку? Что это за кость. || Юрк. Ырă ялĕ хамăр ял, йăлăм вырăнне йăмри пур, Атăл вырăнне кӳлĕ пур, чул çурт вырăнне чирĕ пур.

Чирĕк ял

назв. всякого селения с церковью. Эпир çур. çĕршыв 16. Пирĕн яла Чиркӳлĕ Паттăр ялĕ (Патăрял) теççĕ. Хамăр патра тата Чирĕк ял теççĕ.

чукăн-чакăн

знач. не дано. Сала 94°. Хамăр чукăн-чакăн пулсассăн, тăванĕсем аван тиеççĕ.

чунăм

моя душа. Капк. Чунăм ура тупаннех çитрĕ. У меня душа ушла в пятки. Симб. Итлемĕттĕм сирĕн сăмахра, чунăм чухлĕ хуратăп кăмăлăра. Сала 239°. Пĕçĕкеççĕ йĕс сунтăхра чунăм пур, курайман тăшмантан хуйхăм пур. N. Хут вĕреннĕ чухне эпĕ санпала йӳçлĕ-тутлă пулни те пулĕ, эсĕ мана каçар. Чунăмсем пурне вĕçĕнче анчах тăраççĕ пирĕн. Альш. Ку юрăсене эп юрламăттăм, чунăм чухлĕ шанатăп кăмăлра. Яргуньк. Чăмăртак пак чуннăм пур, чулпа персен вилес çук, виличчен сăрма ларас çук. || Яргуньк. Кĕрессĕм килет, кĕрессĕм килет, кĕрен лаша енелле чунăм туртать. N. Манăн сана хирĕç тавăрса каламасăр чунăм чăтмасть. Абыз. Çыяссăм килет, çыяссăм килет, сысна яшки енелле чунăм туртать. Н. Кунаш. Ĕçессĕм килет, çиессĕм килет, симĕс пичке еннелле чунăм туртат-çке. || Çентерчĕ 12. Хамăр пата кĕресрен чунăм юлмарĕ. Сред. Юм. Ах тор, паçăр хăранипе чонăм йолмарĕ. (Гов., если человек очень испугался). N. Кӳме çинче кĕлетки, ларкăç çинче купарчи, ай-ай чунăм ут çинче, куçăм-пуçăм хĕр çинче. || Милый. Савнă чунăм (к жене), милая. В письме: савнă чунăмсем, ылттăм улмасем, мои милые. ЧП. Эпĕ, чунăм, сана юрататăп. N. Эх чунăм! Курмана ним те мар та, куракана тур анчах çăлтăрччĕ. С. Айб. Аттем чунăм илсе кайрĕ те, приюм умне тăратрĕ. Ау 10. Лешĕ кĕчĕ тет те, мĕншĕн йĕрен, чунăм, ылтăнăм, тесе каларĕ, тет. Юрк. Эй чунăм, савнă тусăм. N. Эй мăнтарăн чунăмсем.

чун савăнăçĕ

моя радость. Стюх. Хамăр ялтан илтĕм арăма, чун савăнăçĕ ман çавăччĕ.

чуп

чоп, бежать, скакать. КВИ. Лаши чупать пуç ухса. КС. Ай-яй, лаши хыт чупаçке (= чупать-çке). Ах, как быстро бежит лошадь. Образцы 44. † Пĕчĕкçеççĕ лаша турă лаша, чупма турти вăрăм пулинччĕ. N. Юртăпа чупать. Регули 102. Ку лаша чопасра (чопасса) çăмăл. Калашн. 15. Кайăк пек вĕçсе килелле чупрăм. И домой стремглав бежать бросилась. Хĕр йĕрри. Тăван тесе чупрăм та, çичĕ ют ачи пулайрĕ. Ib. Чупрăм антăм çырмана кĕмĕл çĕрĕ пулĕ тесе. Ib. Чупрăм антăм çырмана, юхрĕ тухрĕ шерепем. Ib. Чупрăм кĕтĕм пĕр пӳрте, хамăр çеме пулĕ тесе. Ib. Ах, аккаçăм, аккаçăм! Пĕрре ларма килтĕм те, чупрăр тухрăр ăрама, хамăр тăван пулĕ тесе. Ib. Чупрăм тухрăм ăрама, хамăр савни пулĕ тесе. Образцы 45. † Чупрăмах та тухрăм эп урама. N. Кĕт тарланă тарламан — шыва чупать чӳхенме. КВИ. Ав унта хитре хĕрсем ĕни хыççăн чупаççĕ. НР. † Чупрăм каçрăм çак ăрама... Прибежала я на эту улицу... N. Тӳсеймесĕр масар çине чупа парать. Хĕр йĕрри. Атте çурчĕ утмăл хăлаç, ут пек чупса çӳреттĕм. КВИ. Ачи-пăчи выляса чупса çӳрет урамра. Ск. и пред. чув. 15. Вара кĕтӳçĕ пӳртнелле чупса кайрĕ васкаса. Ib. 46. Чупса та кайрĕ вăл хăйĕн килне. Ал. цв. 13. Часах аслă хĕрĕсем те чупса пыраççĕ. N. Пуян пиччĕшĕ ку пуйни çинчен илтет те, ун патне чупса та пырать. N. Чупса пычĕ хăвăртрах вăл хăй ывăлĕ патне. Ст. Чек. Пăлак акка хăранипе чупа-чупа тарнă. N. Чупса пынă чухне хирĕç çил персе пырать. N. Чупса пырса сикмелĕх вырăн пулмарĕ те, тӳрех сикмелле пулчĕ. N. Чупса пырса сикмелĕх (для разбега) вырăн çукчĕ те, тӳрех сикмелле пулчĕ. Чураль-к. Пĕр пураклăх хурăн хуппишĕн чупрăм хăпартăм хурăн тăрне. Кармалы. Çав сăмахсем çинех тилĕ чуп кил. Перев. Çав сăмахсене кашкăр калаçса тăнă чух тилĕ чуп çит. Цив. Но, айта, çăртан полă ячĕпе чопа пар. Н. Карм. Çунатсăр вĕçет, урасăр чупат. (Çумăр пĕлĕчĕ). Ск. и пред. чув. 27. Вăхăчĕсем иртеççĕ, варти шыв пек чупаççĕ. || Жить. Якейк. Лайăх чопаттăр-и? – Чопкалатпăр та-ха. Как поживаете? – Живем пока. || Ходить (о судах). Б. Яныши. Унта çитсен праххотсам чопнине пăхкаласа ларнă чух мишавай çитрĕ. КС. Прахут чупать (идет). Эпир çур. çĕршыв 25. Сăрă çинче пăрахут та чупать. || Кататься (на дошади). Ст. Яха-к. Ун чухне вара ачасен ту çипе çунашкапа ярăнма каясси килмест, лашапах чупас килет. (Çăварни). N. Чуп, чуп, лаша, чуп, лаша: эпир çăварни чупас çук. || Ездить, разьезжать. N. Пасартан пасара чуп. N. Ямшăк чуп, ямщичить. ЧП. Кунĕн-çĕрĕн ямшăксем чупаççĕ. Кан. Лаша кӳлсе ĕçке те чупма пăрахатăп. || Катиться. N. Арпус чупса аннă чухне пĕр мулкач тухса карĕ, тет (когда арбуз скатывался). || Ползать (о мухе). Бгтр. Ман çинче шăна чопса çӳрĕ. || Плыть (об облаках). Ск. и пред. чув. 112. Хура пĕлĕтсем чупаççĕ. Чув. прим. о пог. 103. Сийлĕ пĕлĕтсем хытă чупсассăн, уяр пулать. (Если) слоевые облака быстро двигаются – к ведру. || Двигаться. Регули 1541. Çын ман çола çитсен чопма йоратмасть. || Якейк. Ку чопмалли ана-ха (вырма лайăх, сарарах тырă çинчен), часах вырса прахăпăр. Ани лайăх чопать те, тырри сахал. Ани чопмалла та, йышĕ çок та, ытла валаллах каймасть. || Случаться (о животных). Альш. Ĕне çуркунне чупса юлчĕ. Чертаг. Чопас тына (виç çулта, о телке). Кан. Камăн та пулин ĕни чупсан, ун çинчен хуçине систерес пулать.

чӳк

чӧк, жертва, жертвоприношение у язычников чуваш. Хорачка. Чӧк, жертва. Хурамал. Эпĕ малтан çав тĕрлĕ асапланнă чух, мĕн тĕрлĕ чук тутармарăм пулĕ, манран ялти чӳк мар, хамăр Белебей уесĕнчи пур чӳк те, вăрманти пĕр тунката тĕпĕ те юлмарĕ пулĕ. Эпĕ така пусса, хур пусса мар, кăрккапа, куянпа таранччен чӳк тутартăм, мана вĕсем пĕри те усă кӳмерĕç. N. Вăл ват юман тăррисенчен пĕтĕмпех ĕлĕк чӳк тунă чухнехи шăмăсене çакса тултарнă. Менча Ч. Тата чӳк тунă кун пĕр-пĕр çын япала илме пырсассăн, вăл япала илсе каят пулсассăн, унтан хăйĕнчен те пĕр-пĕр япалине: алсине, е пиçиххине, е тутрине, е чĕр çиттине, е саррине илсе юлатчĕç. Япала илсе каймасассăн, хăйĕнчен те илсе юлмасчĕç. Вĕсем япалапа пĕрле ăрăскал тивлет каят, тетчĕç. Ib. Чăвашсем çу каçиччен темиçе тĕслĕ чӳк тунă. Тырă-пулăпа, хур-кăвакалпа, пăт-юсманпа, выльăх-чĕрлĕхпе, лашапа, ĕнепе, вăкăрпа, такапа чӳк тунă. ДФФ. Чӳк. В нашем семействе обязанности жреца исполнял отец, а в отсутствие его отправляла эту обязанность мать, впрочем, в том лишь случае, когда совершалось моление бескровное, т. е. моление кашей, лепешкой, юсманом и т. под.; при этом она надевала на голову мужскую шапку. Моление происходило всегда в избе. N. Тата çав ирхинех чӳк ĕречĕпех вăкăр пусатчĕç. N. Чӳке çарамас чӳклеме юрамасть, тетчĕç. Ск. и пред. чув. З8. Чӳк чуклени те сиртен пытанман. Чăвашсем 13. Çырлах, тунă чӳкĕм-кĕллĕм вырăнлă пултăр. КАЯ. Хăшĕ-хăшĕ чӳк хыççăн (после моленья) киле кайма лайăх мар тесе, киреметсене кайса укçа пăрахса кĕлтусан тин тавăрнатчĕç. || Назв. духа. М. Сунчел. Вăкăр çине пусас уммĕн кăна чӳк илет-и, тесе шыв яратчĕç, шыв ярсан вăкăр чĕтресен, ăна учук илет теççĕ, ăна пусатчĕç вара. Т. VI. Пилĕк юсман ывăл-хĕр чукĕ. Азбаба. Айван кĕлĕме, чук, хапăл ил, усал-тĕселтен эсĕ сыхласа эсĕ сир, чӳк, çырлах. (Из моленья). N. Чӳке асăннă япала. С. Тим. Чӳк, çырлах, хăвăн ырă кĕллĕне хăвах хапăл ил. (Из моленья). Сиктер. Выльăхăм-чĕрлĕхĕмпе шыв амăшĕ чӳк çырлах. N. Чӳк, çырлах, килĕшпе, ачам-пăчампа, выльăхăм-чĕрлĕхĕмпе асăнатăп, витĕнетĕп, чӳк, çырлах. (Из моленья). || Жертвенные яства у язычников чуваш. Янш.-Норв. Чук (жертвенные животные) пиçсе аначчен, ялти çынсем уй чӳкне кайма, кашни килте пашалусем пĕçернĕ. N. Хĕрт-сурт пăттине чӳк илсе килмен çынна çиме юраман. Н. Шинкус. Унтан вара ялтан пĕр-пĕр ватăрах старике чукне пĕçермешкĕн чĕнсе анатчĕç. Юрк. Йинке, хĕрне эсĕ памарăн, юрайĕ-ха хĕрĕ чӳк тума. Собр. Чӳкĕçемĕн тĕсĕ, теççĕ. (Послов.). В зависимости от жертвоприношения (закалывалась) та или иная порода животных. N. Çав мăн чӳк тенине тăхăр çул хушшинче тăватчĕç. Вăл мăн чук тенине тырă-пулă акса тăнăшăн тав туса, парне кӳретпĕр тетчĕç.

хĕр

дочь. КВИ. Хăйĕн аслă хĕрĕнчен ашшĕ ыйтать: мĕн мăнтăр? На свете что всего жирней? — спросил однажды так отец у старшей дочери своей... Ib. Унтан кĕçĕн хĕрĕнчен ашшĕ ыйтать: мĕн мăнтăр? Затем спросил он: что жирней? — у младшей дочери своей. А.-п. й. 103. Чухăн хуйхăрса килне таврăнчĕ те хĕрне каласа пачĕ. Бедняк с горечью понес (кудель) домой и рассказал о своем горе дочери. ГФФ. Пире пуян çын хĕр памасть. Богатые люди не выдают за нас дочерей. N. Пуян хĕрĕ теейсе те, пуç ывăтса ан тăрăр; чухăн хĕрĕ теейсе те, пуçа усса ан тăрăр. N. Пирĕн атте хĕрĕ. Изамб. Т. Хальхисем (дети) виççĕш те хĕр. Ст. Чек. Хĕрме (= хĕрĕме) калап, кинĕм илт. (Послов.). Мусир. Пирĕн аттен пĕр хĕре Вĕренер кулли пулайчĕ. Городище. Санпа пĕр тăван хĕр миçен тата? А сколько у тебя сестер? Абыз. Манпа пĕр тăван пилĕк хĕрччĕ. К. Кушки. Пирĕн пилĕк хĕр, у наших родителей пять дочерей. Ib. Эпир çемьере пилĕк хĕр, нас в семье пять сестер. || Девица, девушка, девка. ГФФ. Коçăма ятăм хĕр çине те сар хĕрсене солляма. Я дал волю своим глазам выбирать красных девиц. N. Йăштин-яштин яш ачи, хĕрсем тавра коскалать. Высокий красивый парень вертится вокруг девушек. N. Хальхи те хĕрсем яш майлă. Нынешние девицы похожи на парней. N. Ĕнтĕ савни кĕтет, сарă хĕре кĕтсе илеймест. N. Вылямашкăн, кулмашкăн та кăвак куçлă хĕр чипер. Богдашк. И уччанна, уччана, юр çăват-çке пахчана; юр çунипе юр пĕтмест, хĕр кайнипе хĕр пĕтмест. Чертаг. Ентри пичи калатчĕ: сарă вăрăм хĕрсене сарай кашти тăвап, тетчĕ. ГФФ. Çакă та ялăн хĕрĕсем, çул юсама тухсамăр. Девушки этой деревни, выходите чинить дорогу. N. Пĕр Петĕре çитмест-çке те, çĕр çитмест мар, хĕр çитмест. Только одному Петру нехватает — не земли нехватает, а девушек нехватает. N. Çак ял хĕрсен ячĕ аслă. Велика слава у девушек этой деревни. N. Ай, ачи лайăхчĕ, хĕрсем патне каймаст-чĕ. Ах и хороший был парень (жених)! К девушкам, бывало, не ходит. N. Ял-ялĕнче яш малта, хамăр ялта хам малта, çакă ялта хĕр малта. В других деревнях на первом месте парни, в нашей деревне я сам на первом месте, а в этой деревне на первом месте девушки. Пазух. Çакă ялăн хĕрĕсем ялан шăлан чечек пек, ялан мăкăнь çеçки пек, йĕркипе ларнă чĕкеç пек, суса çакнă нухрат пек, йĕп куçĕнчи пурçăн пек, кача-пӳрне çĕрри пек. СТИК. Кĕрхи сăрара пирĕн пит хытă ĕçеççĕ. Ваттисем хăйсем хурăнташ-ăрусемпе ĕçкĕ тăваççĕ, çамрăксем (бивают и женатые молодые люди и замужние) хĕрсем кĕрхи сăра ларнă çĕрте ĕçеççĕ. Унта пĕр вăйçă пулат купăспа, ташлаççĕ, юрлаççĕ. Хĕрсен сăрине тунă çĕре кашни хĕр хăй килĕнчен салат и хăмла илсе пырат. Каччăсем вăл сăрана ĕçнĕшĕн укçа тӳлесе хăвараççĕ. Çавăнта ларнă хĕрсем вăл каç килĕсене таврăнмаççĕ, çавăнтах выртса çывăраççĕ. Якейк. Хĕрĕх тантăш хĕр тантăш, хĕрсе олах ларас чох хĕр тантăшран уйăрăлтăм. Чăв. юм. 24, 55. Хĕр пиррине хутаç çине чикет те пасара илсе каять. Юрк. Пире хĕртен арăм тумалли кирлĕ. Ib. Çирĕм çула çитсе хĕр пулса, ялăрта пур-и савакан? Торп-к. Юхин хĕр юхтарĕ, çеклеттер хĕр çаклатĕ. (Шыв юхни). Ала 65°. Ах, йыснаçăм Иван пур, хĕр Курмасăр ватăлнă. Ст. Чек. Хĕр йĕке урлă каçсан, упăшки кукша пулать, тет. Сред. Юм. Хĕр хôран хысми çисессĕн, качча кайнă чôх çăмăр пôлать, тет. (Народ. поговорка). Норус. Ати ани мăн ана (загон отца велик), хĕрсен çурли çук пулсан, унта аса килĕ-ха. (Туй юрри). Собр. Пушă хирте хĕрлĕ хĕр çӳрет. (уйăх). Шорк. Çамрăк хĕр — лет 14—18-ти; яш хĕр — лет 18—19-ти; пĕве çитнĕ хĕр — лет 17—18. ПУ. Çитĕннĕ хĕр, девушка. N. Тĕрлемес хĕрĕ, уроженка с. Тюрлемы (независимо от возраста и семейного состояния). N. Тепри — ватта юлнă хĕр. К.-Кушки. Миçе çул ман хĕрте лармалла-ши? Сколько лет быть мне в девушках. N. Хĕр чухнехи иртрĕ поль, сорхори тăвасси иртрĕ поль. (Хĕр йĕрри). Ядр. Сат картинче сар-кайăк, юрлăни те килĕшет хĕрĕн арăм полнă чох (хĕртен арăм полнă чох) макăрни те килĕшет. Нюш-к. Хĕр тупаччин хĕр тăв (хĕр çураçса тупса параччин хĕр тăв). ГФФ. Улаха та кĕтĕм те — хĕр сăмахĕ. Зашел (я) на посиденки — девичьи пересуды. || Невеста. Изамб. Т. Хĕр леçме (провожать невесту) хĕрсем каймаççĕ. N. Хĕр шыв тăкма кайни. СТИК. Вăл ĕнтĕ хĕр çулне çитнĕ: час качча парас тетпĕр. Козм. Хĕр парăп хĕл каçайми. (Шăпăр). Юрк. Авланма шухăш пур та, хĕр çук халĕ. ТХКА. Çынсем: хĕр тупса парас сана, теççĕ. N. Хĕрĕн тетĕшĕ туйра туй килнĕ чухне е кайнă чухне хĕрне хулпуççи çине хурса йăтса кӳртсе, йăтса тухса тăрантас çине лартат. Зап. ВНО. Каякан хĕртен шăпăр пытаннă. Сред. Юм. Хĕр полнă ĕнтĕ, тек выляса çиç çӳремелле мар. Невеста уже, нечего тут все играть. Пазух. Хĕр çӳретмелле выляс уммĕн юрлакан юрă. Çак юрра юрланă чух арçын ачасемпе хĕр ачасем уйрăм тăраççĕ: пĕр енне хĕр ачасем пулаççĕ. Пĕрисем юрланă чух тепĕрисем пăхса тăраççĕ. Пшкрт. Ĕçнĕ хĕр, невеста. || Назв. родства по мужу. Юрк. Родство: 1) сарă хĕр, 2) чипер хĕр, З) хĕрсем. Ib. Чипер хĕр, сарă хĕр, вăталăх хĕр, кĕçĕн хĕр. Якейк. Мăн хĕр, çамрăк хĕр. Альш. Хĕрсем, вăталăх хĕр, кĕçĕн хĕр, пĕчĕкçĕ хĕр, сарă хĕр, чипер хĕр, шурă хĕр. Ст. Чек. Вăталăх хĕр, кĕçĕн хĕр, пĕчĕкçĕ хĕр, шурă хĕр, сарă хĕр. N. Сестры старше мужа — аппа, аппай, акай, моложе — хĕрсем, чипер хĕр, сарă хĕр, кĕçĕн хĕр, пĕчĕк хĕр. Н. Карм. Упăшкинĕн йăмăкĕ: асли — хĕрсем, тепри — вăталăх хĕр, тата — чипер хĕр, сарă хĕр, кĕçĕн хĕр. || Назв. речки в б. Ядр. У. (о ней есть предание, иначе хĕр шывĕ.) КС.

шав

подр. шуму. ЧП. Шав-шав (шум воды и пр.). Ib. Шав-шав çăмăр çăват. Ib. Шав-шав вăрман, шав вăрман, шав вăрманра шав икел, татрăм-илтĕм пĕр икел. КВИ. Сĕм-сĕм вăрман, сĕм вăрман, мĕншĕн хытă шав шавлан? Альш. Иртеех те шав-шав, каç та шав-шав, яланах та хамăр тăван патĕнче (шум пира?). Кĕвĕсем. Ĕнтĕ ир те шав-шав, каç та шав-шав, ялан пуян ĕçки — çикинче. Ст. Ганьк. Шав-шав хăмăш, шав хăмăш, çиллĕ кун та шавлатăн, çилсĕр кун та шавлатăн. Ib. Шав-шав халăх, шав халăх, мĕншĕн шавлать çав халăх? Суя çинчен те шавларĕ. Чăнĕпеле шавламан, суя çинчен шавларĕç. (Хĕр йĕрри). Ск. и пред. чув. 8. Вăрçă шав-шав кĕрлет, таврашри çĕр кисренет. Хурамал. Шав туса тăраççĕ (шумят). || Подр. выплескиванию полного ведра. СТИК. Шыва шав! тăкрĕç. || Подр. громкому разговору, смеху. Турх. Хăйсем шав-шав калаçса пĕр-пĕринпе кулаççĕ. ЧС. Çавăнта пăхса тăракан çынсем пурте шав кулса ячĕç. N. Çӳрекелерĕç, çӳрекелерĕç, тутар вăрттăн ура хучĕ те, чăваша ӳкерчĕ. Хай тутарсем савăннипе шав тăва пуçларĕç. || Шум, гул. Сам. 74. Сĕм вăрманăн мăн шавне тăвланмасăр хăварчĕ. Калашник. Ib. Çил-тăвăл шавĕнче канлĕх пур пек, тăвăл вăл ыйтать. N. Пĕр самантра утаман шава чарса шăпланать. Кан. 1929, № 154. Ĕç шавĕ хăлхана çурать (на заводе). Пир. ял 1929, № 49. 26 пуш четвĕрт (из-под водки) урнă халăх шавĕпе янтраса выртаççĕ (во время выпивки). || Шумный. Т. VI, 22. Çеçен хирте çавра кӳл, çавра кӳлте шав хăмăш; шав хăмăш епле шавласа ларать, çавăн пек шавласа тухса кайтăр. (Куç чĕлхи). || Постоянно, всегда, все время, бесперерывно. О сохр. здор. Темĕн пек çăмăл ĕç тунă чухне те пирĕн ӳтрен шавах япаласем тухаççĕ. Ск. и пред. чув. 39. Ĕçсенче вăрçу-ятлаçу шавах хальхи пек ун чухне нумайччĕ-и? Календ. 1910. Пирĕн пурăнăçра пĕр çул та пушă иртмест, шавах епле те пулсан çĕнĕ япала тупаççĕ. О Японии. Çил сасартăк вĕрет те, чечексем çӳлтен йывăçсем çинчен аяла çынсем çине шав тăкăнса анаççĕ. Сред. Юм. Шав çапла — пĕрмай çапла, все время так. Ст. Чек. Шав = тек. Ib. Шав çавна калаçать, постоянно. N. Ырашсем аван пулĕ, шав çумăр çурĕ. Истор. Вăл малтан шав ача чухнехи пек, çарпа, карапсемпе аппаланнă. Сборн. по мед. Урайне, пӳрт пĕренисене, маччине, тĕп-сакайне шав шăлах, çăвах тăрас пулать. Н. Тим. Хĕлле шав пас тытсан, çăвла шав сылăм пулать. Кан. Çав йăлана вăл халĕ те пăрахмасть. Ăна шавах сахал, çитмест. N. Тĕлĕкĕнче те шав ун çинчен тĕлленнĕ вăл. Утăм. Ыранах яла эс каян — чăваш та шав пулмĕ тăлăхра. Собр. Пăр тивнĕ ыраша аксассăн, çичĕ çулччен шав ыраша мĕн те пулин пулать, тет. || Только, исключительно. Юрк. Савса турăм савнă туса шав çичĕ ют çинчен суйласа. Бугульм. Вуникĕ çула çитсен тус турăм шав çичĕ ют çинчен суйласа. Такмак. Тата виççĕмĕш чыса хатĕрленĕ виçĕ çулхи кăрăкки пулнă, виçĕ çулта виççĕ çĕре анман, шав хуралтă тăрринче шулап тăрăх çунатланса вĕçсе çӳренĕ. N. Çул çинче шав чул кăна. || Совершенно, совсем. Турх. Шав тăлăха юлтăм-çке! Пуçа ăçта хурас-ши? Истор. Владимир шав аслăлана пуçланă. ППТ. Кăна та вара пуçлаччен каллех шав тенкĕсем тухаççĕ. (Сĕрен). || Сплошь. N. Вара шав шыран. Юрк. Вĕлли пулчĕ шав карас. СПВВ. Шав вĕрман, сплошь леса. Ib. Шав çапла. || Всё. Утăм № 4. Пире çиме кӳрекен шав (всё) курăнмасть. БАБ. Туртса кăларат (деревья), тет те, шав çырмана тултарат, тет. Базл. Шав = мĕн пурĕ. Ib. Ĕçе шав туса пĕтернĕ. Ib. Хăваран шав тухса кайрĕç (никам та юлмарĕ).

шанку

то же, что шанки? Микушк. Хамăр савнисемпе калаçнă чух пĕремĕк шанку ӳкет аркă çине.

шарт

подр. треску. Шел. 126. Харăк-харăксем шарт-шарт! ванаççĕ, кĕленче пекех пăр саланаççĕ. С треском ломается сушняк и, как стекло, рассыпается в прах. Çутт. 17. Шарт-шарт! туса вут çунĕ, арăм кулаç пĕçерĕ. Будет с сильным треском гореть огонь, и жена будет печь белый хлеб. || Подр. удару хвостом, кнутом, прутом. Сунт. Хӳрисемпе шарт-шарт тукаларĕ те, тапратрĕ курăк çиме. Лошадь похлестала хвостом и принялась есть траву. Сенг. Унтан мана: ан ӳк, терĕ те, лашана пушăпа шарт! тутарчĕ. А.-п. й. 111. Юрланă май хăй кĕсрине пушшипе шарт! çапать. Ib. 113. Шарт! тутарать Кĕркури кĕсрине тепĕр хут. Шорк. Пĕчик кĕске пушăпа шарт та шарт çапать. Çутт. 71. Тилкепе вĕçĕпе кĕсрене шарт! тутарчĕ. Эльбарус. Ак сире çавăншăн, терĕ те, шĕшкĕ холли хуçса илчĕ те. Хĕре шарт анчах тутарса çапрĕ. Альш. Шарт тутарат та ашшĕне тыттарат, тет. Теприне амăшне тыттарат, тет. || Подр. удару грома. Малт. шк. вĕр. фиç. 113. Пĕр вĕçĕмсĕр шарт та шарт çапса, йĕри-тавра саланса кайса, хăлтăртаттарса тăрса, пĕтĕм сывлăша хумхатса ярать те, унтан каллах вăхăтлăха лăпланать. || Подр. внезапному испугу. Якейк. Мăнаçи (гром) çаппăр те, шартах сикрĕм. Б. Хирлепы. Йытти: хăр-хам! тере, тет, çынни шартах сикрĕ, тет. Сред. Юм. Эсĕ пит тарук çохăрса ятăн та, эпĕ шартах сикрĕм. Орау. Темскер эпĕ хăраса шартах сикекен пултăм (напр., при стуке внезапном и пр). ТХКА. 20. Пыйтă сăмахне илтсен, шăрка шартах сикрĕ. Чем люди живы. Симун шартах сикнĕ. Юрк. Карчăк хăраса шартах сикет. Истор. Адашев Крыма çитсе вăрçа пуçласан, тутарсем, пĕтетпĕр тесе, шартах сикнĕ. Разск. Пурин хутаççинчен те кĕмĕлсем сике-сике тухнине курсан, Яккăв шартах сикнĕ. Орау. Лаша сывмарланчĕ те, шартах сикрĕмĕр лаша вилесрен. Сред. Юм. Шарт сиктер. Сунт. Шартах сикет ун чĕри, хăйне темĕн пулнă пек, у него так и ёкнуло сердце, как будто с ним случилось что-то необыкновенное. N. Шартах сиксе вăран. N. Çывăрна çĕртен шарт сиксе вăран. Ачач. 14. Сасартăк шарт-шарт сиксе вăрана-вăрана каять. || Подр. неожиданному удивлению. Юрк. Пăхасăн, аллине кĕлĕ кĕнеки вырăнне хай шӳтсем кĕнеки çакланнине курсан, хăй те шарт тĕлĕнет. Ib. Вĕсем те вара шарт! тĕлĕнчĕçĕ. Ку кĕнекене ăçтан илтĕн, шартах хамăр чĕлхепе çырнă, теççĕ. Ib. Хайхисем, ку çак сăмаха тĕрĕс каласа парасса кĕтменскерсем, кулас вырăнне шарт тĕлĕнеççĕ. БАБ. Пирĕн ялти çынсем, çав тĕрлĕ асап курнине курсан, шарт тĕлĕнсе кайрĕçĕ, тет. N. Унтан пурте шарт тĕлĕнетчĕçĕ. || Подр. резкому удару в ладоши, удару ладонью по бедру, крыльями. С. Устье. Кайран çав охотник кулянса икĕ аллине шарт çапса тăрса пăхса юлчĕ, тет. N. Тĕлĕнсе аллисене шарт! çапаççĕ. Пазух. 91. Ай-хай-ах та, кинçем, ай, Наçтук пур, парниех те сарни çитмесен, çӳпçи тавра виççĕ çаврăнать, икĕ пĕççисене шарт çапать. Букв. 1886. Аттесем пĕççисене шарт çапрĕç. Ст. Айб. Кăвак-кăвак кăвакарчăн, шулап тăрăх кускалать, шулап хĕрне çитсессĕн, икĕ-çунатне шарт çапать. Пазух. 91. Кăвикех те кăвик кăвакарчăн шулапах та тăрăх кускалать. Шулапах та вĕçне, ай, çитсессĕн, икĕ çунаттине шарт çапать. N. Кулик-кулик кăвакарчăн, шуçлăх тăрăх кускалать, шуçлăх тĕлне çитсессĕн ик çонатне шарт çапать. N. Пĕççине шарт та шарт çапрĕ. Сред. Юм. Çавăн чол полатна, старав çынна лаша тапса вĕлернĕ тенине илтрĕм те тĕлĕнсе вĕççĕ шарт çапа тăран вит. Цив. Пĕчĕккисене хĕвеле сăхманпа чăркаса лартнă, хăйсен аллисене шарт-шарт çупаççĕ. Янш.-Норв. Шарт-шарт çупмашкĕн Чĕмпĕр алси пирте çук. Абыз. Çынсем манран юр ыйтаççĕ, манăн та юрă арчара, арча ушши арăмра! Арăм кайнă улаха, шарт çупать те сĕм ярать, йăлтăр-р-р курнан пир тăвать! Собр. Шарт! çупать те сĕм ярать (арăм), çиппи пулать ут хĕлĕх пек. || Подр. пощечине. Орау. Шарт тутарам (пощечина). Ib. Питĕнчен шарт! тутарчĕ (рукою или книгой). Шорк. Çав çын, ниме юрăхсăрскер, урама тухсассăн кама кирлĕ ăна шарт та шарт çопатчĕ. || А.-п. й. 30. Шарт! шарт! тутарса çапаççĕ (качакасем), кашни çапмассерен мăйракисенчен хĕлхем сирпĕнет. || Подр. щелканию зубами. Ачач. 69. Шăлсем шарт-шарт-шарт шартлатаççĕ (зуб на зуб не попадает). Баран. 41. Шăлне шарт-шарт шаккать (волк). || Подр. ломанию кости, дерева. Сред. Юм. Ори шартах турĕ, теççĕ, (Так говорят, когда преламывается кость голени). Ib. Пысăк патакпа та çапмарăм: ори шартах хуçăлнă. N. Шарт — перелом нетолстой вещи. Якейк. Торта шарт хуçăлса карĕ. Изамб. Т. Патак шарт! туса хуçăлат. || Ск. и пред. чув. 108. Ванать, шăтать чул тăпри, шарт та шартах çурăлса. N. Шартах (сломал так, что предмет раскололся вдоль — чĕрпекленсе). || Подр. удару волн. Шорк. Хом çыран çомне шарт пырса çапăнать. || Подр. закрыванию. Утăм. Алăка шарт! хупрĕ. Капк. Сасартăк капкăнăм шарт! туса хупăнчĕ. || Буин. Эпĕ тараккан çине пусрăм та, вăл шарт турĕ. N. Пĕр хĕрарăм кĕпесем çапать, шарт-шарт-шарт тутарать. Кан. Чăнах та урт мусăк каласа пырать: шарт! шарт! тăвать. Сала З65. Упăте тилле тытат та хӳринчен, юпа çумне шарт тутарса, çĕклесе çапать. || N. Шарт! — звук пистона. || Подр. чирканью спичкой о стену. || Абыз. Шарт-шарт çиппи, сентел çиппи шартлатать. Рак. Урлă шарт, пирлĕ шарт, каспичне (так!) тимĕр шарт. (Загадка. Чӳрече хушахи). || Очень, весьма, совсем, сильно. Альш. Хĕрсем сире мĕн пулнă, шăлăрсене шарт çыртнă. Пазух. 10. Леш айккине юр çунă та, леш айккине юр çунă, и юр çунă, ку аяккине мĕн пулнă. Хĕрсем сире мĕн пулнă та, хĕрсем сире мĕн пулнă, и мĕн пулнă, шăлăрсене шарт çыртнă. Янтик. Б. Кĕçĕр хĕрсене мĕн пулнă, шăлĕсене шарт çыртнă. Синьял. Тантăш, сире мĕн пулнă, шăлусене шарт çыртнă. Альш. Патшасем, сире мĕн пулнă, шăлăрсене шарт çыртнă. N. Шарт вилмелли çĕрте мар. (Из письма с фронта). СТИК. Шарт тухаймасăр пĕтет вара. Ну уж не может скоро выйти. Алших. Шăнкăр уяр, шарт сивĕ, Хусан хули янăрат. N. Ялта ырă çын нуммай тесе, шарт тăванăра юта ан кăларăр. || Как раз. Демидов. Пăхаççĕ, тет, чăнахах уха вĕçĕ çерçие шарт куç шăрçинченех ленкнĕ, тет.

шыв

(шыв), вода. НР. Атăл шывне ăсмашкăн çутă витре кирлĕ мар. Чтобы зачерпнуть волжскую воду, светлого ведра не нужно. Хурамал. Шыва ярсан, кĕмĕл ирĕлмĕ. Если пустить в воду серебро, не растворится. Ib. Шанкарчă чĕппи шыв ĕçнĕ чух хура пуллăн мĕн ĕç пур. Когда молодой скворец пьет воду, какое до этого дело рыбе? Шурăм-п. Урапа çине шыв пички лартса чуптарать. О сохр. здор. 68. Шыв тĕрлĕ пулать вăл. Ib. 71. Шыва таса тăратас пулсассăн, унта тислĕк, çӳпĕ-çапă, вилĕсем такасран чарас пулать. Ib. 69. Шывран тислĕк шăрши, кӳкĕрт шăрши, çĕрнĕ шăршă кĕрет пулсан, вăл шыв аван мар пулать. Чутеево. Шыв чечеке ларнă. Орау. Шывне виçĕ хутчен те улаштарса чӳхерĕм-çке, çапах та тасалман. Альш. Шыв çинче пĕлĕт курăнат (отражение неба). ГФФ. Калтăр-кăлтăр кăвакарчăнне, кăвакарчăнне, вăл шыв çине лармасăр, лармасăр, эпĕр çона çинчен анас çок. Пока голубь-воркун не сядет на воду, мы с саней не слезем. Трхбл. Чей куркинчи шыв çине виçĕ кашăк эрек ятăм. N. Пилĕк таран шыв çине пултăмăр. N. Пура çине шыв каять. КС. Унтан аялаллине шыв илет. То, что лежит пониже его, заливается водой. Капк. Юр ирĕлнипе кӳлленчĕк пулнă. Кĕрсе кайсан калушна шыв илĕ. А.-п. й. 74. Вершник çине улăхма тăрсанах, Ваçлей такăнчĕ-ӳкрĕ те, салатне веçех шыва тăкса ячĕ. Когда он ступил на плотину, споткнулся и упал. Пуловка с солодом покатилась в воду. Ib. 74. Ваçлей нимĕн тума аптранипе пĕр патак илчĕ те шыва пăтратма пуçларĕ. Василий не знал, что ему делать. Затем взял палку и стал помешивать воду с солодом. Ib. 74. Аха, шыв сăра пекех пулчĕ иккен-ха. Ого, вода густеет, как пиво. Сред. Юм. Шывва чăм, нырни в воду. Ib. Шыв ĕçе-тăркача ман паян саççим хырăм кӳпсе кайрĕ. Орау. Ĕçес килсех ĕçетни эс вăл шыва? Сред. Юм. Шывву полин ĕç ху çав таса марскере. Орау. Шыва выç-варла ĕçсен, чĕрене çиять. ТХКА 108. Шыв ĕçсен, йысна шыв хĕрне чăркуçланса ларчĕ те, курăк татса илсе: эпĕр ĕçмен, вырăспа майра ĕçнĕ, тесе, шыва пĕр курăк пăрахрĕ. Альш. Шыв уланă — çын шыва кайса вилессе, çын чĕрене илессе. ГТТ. Шыв чакнă, шыв ӳснĕ, шыв тапраннă, теççĕ. КВИ. Пирĕн çырман шывĕ чакнă. Орау. Çул айяккисене шыв туха пуçланă. Ib. Çул аяккисенче шыв кӳленсе тăра пуçларĕ. N. Иртнĕ çул çуркунне Атăла шыв питĕ тулчĕ. Хурамал. Кăçал çурхи шыв пит шеп юхрĕ. ГФФ. Çорхи те шывпа йохса та кайнă полсассăн... Кабы я уплыл с вешней водой. Хурамал. Сиксе-сиксе шыв юхсан, çыранĕсем епле тусет-ши? Когда волнуясь течет вода, как это только выносят ее берега! Тайба-Т. Шыв çисе пынипе çĕр ишĕлсе аннă та, юпи вара шыв айне пулнă. Когда берег от размывания водой обрушился, то столб очутился под водой. Абыз. Сарай айăнь шыв юхать. Под сараем протекает вода. Ст. Чек. Шывĕ юха пырат, пăрĕ шăна пырат. (Пир тĕртни). N. Шыв пит вăйлă карĕ. N. Çуркунне шыв кайсан... Красн. Горка. Пĕчикçĕ ачасем тимĕр кĕреçемпеле шывсене (воду в разных местах) пĕвесе çӳреççĕ. N. Шыв иртсен... Альш. Этремел хушшинче çуркунне пĕтĕмпе шыв юхать. Шыв, иртсе кайсан, унта питĕ аван курăк персе тухать. N. Кайран, шывсем юхса пĕтсен, пĕтĕм уйсам, çарансем, вăрмансам симĕсленме пуçлаççĕ. Ау 389°. Шыв ӳкмесĕр çырне ан хыпала. N. Шыв йăрлатса юхать, тонкою струей. ГФФ. Шăнкăр-шăнкăр шыв йохать хомăшпа хăях хошшипе. Вода бежит и журчит меж осоки и камыша. Юрк. Анатра арман авăрат, шыв сассипе чулĕ çаврăнат. Собр. Çын вилли вăл пит шывшăн çунать (жаждет), тет. Ала 14°. Тепĕр кайăкĕ калать: эпĕ те çавă патша çинчех шывсăр типĕтсе усратăп, тет. Кн. для чт. I, 15. Шывсем типнипе çынсем шывсăр виле пуçланă. Букв. 1886. Вара шыв шыран. Юрк. Ирĕксĕр çын пуссине шывшăн çӳрес пулат. Макка 30°. Арма (= арăма) шыва кăларнă. Жену за водой послал. Артюшк. Çав шыв хĕррине пĕр хĕр шыв илме аннă. N. Мăшăрпа шыва антăм та, хăрахпа ăсса хăпартăм — çурри тесе ан калăр. Хурамал. Çинче пилĕк йилене тăхăнсассăн, кĕвентелесе шыва каяс çук. Если надевешь бешмет с тонкою талией, то не пойдешь с коромыслом за водой. Ромс. 29. Амăшĕ шыв патне тухса кайнă. Ib. Шыв панчен килсен, люшкисене йăпăр-япăр уçса пăрахнă. Кан. Икĕ хĕрарăм тĕл пулчĕç. Пĕри шыв кӳме каять, тепĕри шыв кӳрсе тавăрăнать. Н. Седяк. Кĕлетрен тухсан, çĕнĕ çынна яшка пĕçерттереççĕ, шыва яраççĕ (за водой). Ала 67. Тата çĕнĕ çыннăн упăшки хапха умне тухса тăрать шывран таврăннă çĕре. N. Шывран килтĕм. Ходил за водой. Изамб. Т. Лаша урине шыв ансан, лашана шывра тăратаççĕ. Сред. Юм. Лаша ôрине шыв аннă (опоили). Ib. Лашава шыв антарнă (опоили). Ib. Лашана шыв лектернĕ (опоили). Ау 8°. Лаша калать: çĕртен каяр-и, çӳлтен каяр-и, шывран каяс-и, тесе каларĕ, тет. Трхбл. Ку чечексене шыва лартас пулать. Ib. Чечексем шывра пĕр эрне ларса та шанман. Орау. Пирĕн сӳс-кантăр шыврах выртать-ха кăçал халчченех. Кан. Ытла та ӳсĕмсĕр ĕç вĕт вăл: кантăр пусине тат, типĕтсе çап, шыва хут. Янш.-Норв. Çын шывра ишнĕ чухне аллисемпе яра-яра ишет (перебирает). N. Вакран шыва янă. N. Утăсем, пĕтĕм тырă пулă — пурте шыв айне юлса çĕрсе пĕтнĕ. N. Кимĕ туса шыва янă (пустили в воду). Зап. ВНО. Шыва ярсан путмĕ, çĕре хурсан курăнмĕ. (çу). Ib. Шыва ярсан путмĕ, çĕре хурсан çĕрмĕ. (Кăмрăк). Т. Григорьева. Шывăн турат çук, вутăн алли çук, теççĕ. N. Шывран таса пулма çӳретĕн. Нюш-к. Шыва хирĕç çил вĕрсен, çăмăр пулать, теççĕ. С. Тим. Шур Атăлта пулă ишет-çке, çунаттине шыва хумасăр. N. Эпĕ çитнĕ çĕре теплушкана (помещение для сторожей при пожарной машине) шыв тунă: шăпăр-шапăр тăвать (течение струи) шалта çĕр урайĕнче. Орау. Тăнсам! пĕтĕм пӳрте шыва янă! Болваны! всю избу залили водой (дети). N. Нассус пырши шăтсан, шăтăкран шыв шаркаса чуптарат. Кĕпçене çĕре пăрахсассăн, шыв шарлатса чупат. Сред. Юм. Пĕчик çӳхе чôла шыв çинелле вирлĕ аялтан утса ярсан, çав чôл чалт! чалт! тутарса шыв ĕçсе каять. КС. Шывпа пĕрĕхтереççĕ (прыскание). Никитин. Хурсем каçпа ларакан вырăна тараса чакалас пулать; унта шыв час тухать. Хурсем шыв пур вырăна анчах çĕр каçма лараççĕ. || СТИК. Айлăм çĕрти купăстана шыв сапма юрамаст — шыва ларат. Купаста шыва ларсан, вăл начарланса юлат. Шыва ларнă çаранти курăк та сайраланса юлат. Магн. М. 59. Шыва лар. || Альш. Сăмаха шыв пек юхтарат. Ст. Яха-к. Çак кĕлле ăстарик шыв епле юхать (плавно), çавăн пек пĕр такăнмасăр хăвăрт каласа тухать. ТХКА 13. Пирĕн Ваçук кĕнекесене шыв пек юхтарса вулать, картинсем тума вĕренсе кайнă. N. Утни-юртни сисĕнмест, шыв пек юхать, çил пек вĕçет (урхамах). Чăв. й. пур. 10°. Çапла тусан вара лашисем шыв пек кайнă. Сред. Юм. Посса кайса пăхса çӳрерĕм те эп, ôрпасĕм шыв пик йôхса лараççĕ вит (хороший урожай). Альш. Ачанăн варвиттне кайнă, шыв пек юхтарат. || N. Ăна пĕр кашăк шывпа ĕçсе ярăн (говорят про красивую девицу). || Кан. Пĕр 10 пин тенкĕ шывпа юхрĕ. Шурăм-п. Çулла хăйă хăшĕ пĕртте çутмаççĕ: укçана шыва пăрахмастпăр, теççĕ. Ib. Вĕсем ĕмĕрне те хăйсен юлташне шыва пăрахса хăварас çук (не оставляют без помощи). Орау. Çын хăйне хăй шыва пăрахмасть (не топит сам себя). Капк. Хамăр хурăнташа шыва ярас çук вĕт, терĕм (не выдам, не предам). || Букв. 1908. Маруçăн улма çиесси килнипе çăварĕнчен шыв килнĕ. Сред. Юм. Çинине корсан, çăвартан шыв килет. || Чăв. й. пур. 5. Хăйĕн сăмсинчен тапак туртнипе сап-сарă шыв юхса çӳрет. || Буин. Шывпа пĕрлех килчĕ. Ребенок вышел из утробы матери вместе с водами. N. Малтан шыв кайрĕ (перед родами), ача типпе юлчĕ. Ача умĕ килчĕ, ачи çуралчĕ. || Сок. Шурăм-п. Карта патĕнче хурăнсем те пур. Çуркунне вĕсен шывне ĕçме юрать. || Сыворотка. Изамб. Т. || Пот. Альш. Икĕех те шурă та халь ут юртат, тилкеписем тăрăх та шыв юхат. Ала 63°. И, хир-хир урлă килтĕмĕр, çĕлен пек ута шыв турăмăр. N. Лашисем пĕтĕмпе шыва ӳкеççĕ, ачисем çапах çӳреççĕ. Мусир. Хура шатра Иваншăн хура шыва ӳкрĕмĕр (сильно вспотели). N. Тарласа шыва ӳкнĕ. || Слезы. Альш. Çакăях та тăвансем асма (= асăма) килсен, икĕ хура куçăмран шыв юхат. Собр. Куçран куçа пăхсассăн, икĕ куçран шыв килет. || Дождь. N. Шăнкăр-шăнкăр шыв çăват, чӳрече витĕр курăнать. (Хĕр йĕри). || Река. ГФФ. Кăвакал ишет шыв тăрăх. Утка плывет по реке. Хурамал. Хурĕ каланă: „Ну эпĕ çурт лартап-и? Эпĕ аслă шывра та хĕл каçăп“,— тенĕ. Ib. Аслă шыва кĕтĕм ăшăк тесе, ĕнчĕ куçлă çĕрĕ пур тесе; ĕнчĕ куçлă çĕрĕ шыв çути, эпир атте-аннен куç çути. Вошел я в большую реку, думал, что мелко, думаль что есть там перстень с жемчужным камешком. Перстень с жемчужным камешком — свет реки, и мы у отца и матери — свет очей. ЧП. Пирĕн пӳрт аяккипе мăн шыв юхат. Тораево. Ĕçтерсе ӳсĕртсе пичĕкешне хупса икĕ пуçне питĕрсе мăн шыва кайса ячĕç, тет. Янорс. Вара эпир Атăл хĕрне çитрĕмĕр, кунта эп Атăл шывне куртăм. Хурамал. Ăлăхрăмах çӳлĕ тусем çине, антăм-ĕçке Самар шывĕ çине. Поднялся я на высокие горы и спустился на реку Самарку. Альш. Самар шывĕ юхат вирелле, сар хăмăшсем тайлаççĕ шывалла. Эпир çур. çĕршыв. 24. Шăматран иртсессĕн çул Вылă шывĕ урлă каçать те, уй тӳпинелле каять. Сюгал-Яуш. Пĕр çын шывра луткăпа пулă тытса çӳрет, тет. N. Вăл шыва пĕрте шăнма памаççĕ, мĕншĕн тесен вăл кермансене килме питĕ чарса тăрать, вăл шыва пĕрмаях тупăпа персе ватса тăраççĕ. Çулла çав шыв патне çитеччен пĕрмаях çĕмĕрсе килчĕ. Баран. 119. Çăва тухсан, пысăк шывсемех ăшăкланса юлаççĕ. С. Айб. Шыв урлă каçаракан сан патна пырса шыв урлă каçарнăшăн санăн аллуна ыйтĕ. Альш. Пилĕк пĕрчĕ хăмăшпа çул килтĕм, виçĕ пĕрчĕ хăмăшпа шыв каçрăм, каçсан та урам йĕпенет, каçмасан тăванăм ӳпкелет. N. Хура шывсем юхат вирелле. || Назв. божества. N. Вăл мĕн калать хăй патне пыракансене: эсĕ çава çырмари шывпа питне çунă та, çанти шыв тытнă, тет. Бгтр. Кĕрĕк ăçта çул çинче шыв ĕçсессĕн, çав шыв ан тыттăр, тесе: эпĕ ĕçмен, пĕр вырăспа пĕр майра ĕçнĕ, тесе, шыв çине кирек мĕн сапса хăварнă. N. Тата шыва çав хурантанах чӳклеççĕ. С. Алг. Шыва мимĕр (толокно).

шу пуххи

шу поххи, все, что нанесено водою, напр., хворост и т. д. Алик. Ати ывăль пуличчен хăрăк турат пулас-мĕн те çурхи çилпе ӳкес-мĕн, çурхи шупа юхас-мĕн, шу пуххи пулас-мĕн, ырă çынсам йăтса кĕрĕç-мĕн. Хора-к. Çак ял хĕрсем шу поххи, шупа йохса каясран хамăр илсе каятпăр. N. Чотай хĕрĕ шу поххи, шупа йохса каясран эпĕр илсе каяр-и.

шу

двигаться. См. шăв. Календ. 1906. Хамăр пĕр вырăнта тăнă пек, çул çинчи япаласем — маяксем, хăвасем шунă пек. С. Дув. Хĕвел шăвать малалла, уйăх шăвать каялла. Ск. и пред. чув. 18. Уйăх шăвать кулянса кăвак пĕлĕт тăрăшшĕпе. Самар. Çӳлте çăлтăрсемех, ай, миçе-ши? Миçе, пĕрти, пăхсан та шумасть-ши? Ала. 61. Çӳлте кăна çăлтăр та, ай, миçе-ши? Миçе пăхмассерен те шумасть-ши? N. Шăвать-ĕçке шăвать шурă пĕлĕт шур юр çуса кайиччен. ЧП. Шăвать-çке, шăвать-çке кăвак пĕлĕт. N. Пĕр куна яхăн вăл хĕвел-анăç еннелле шуман (не двигалось). Т. VI. Загадки. Лаши туртать, çуни шумасть. (Шыв юхни). N. Çĕрĕн шăван кайăк кĕшĕк. || Подвинуться. Изамб. Т. Пăртак шу, немного подвинься (сидящему). Букв. 1886. Шалалла шу. || Скользить. N. Паян ура шăвать. Сегодня на дворе скользко. N. Кĕпе çунă чох вăл ори шуса шыва ӳккĕр те анса карĕ. Когда ова полоскала белье, поскользнулась, упала в воду и утонула. N. Йĕлтĕр туса пар, терĕм; йĕлтĕр туса пачĕ те, шурăм-карăм пахчана. Зап. ВНО. Йăкăш-йăкăш шумашкăн урай яка пулинччĕ. Чаду-к. Упа пĕр сăртран шуса аннă та, ун патне чупса пурса (= пырса) пуçне пуртăпа касса татрĕç. || Ползать. N. Левонть хырăмпа шăвакан полчĕ. Букв. 1900. Кăшт тăрсан, кĕпер кашти çине выртрăм та, хырăмпа шуса каçса кайрăм. Ала 17. Çак Иван вара çавсене курсассăн, хуллен шуса пынă та, пĕрин кĕпине илсе хăйĕн çумне чикнĕ, тет. Толст. 15. Мачча тăрăх пĕр хăнтăла шуса пыра парать (клоп лез по потолку). Такмак. Утаканĕ утса пырăр, утайманĕ кутпа шуса пырăр. || Исчезать, ускользать незаметно, шмыгнуть. А.-п. й. 96. Сахар часрах тумланса, улпут тумтирне йăтса, хуллен мунчаран тухса шурĕ хăйĕн килнелле. КС. Тухса шурăм. Я удрал. Моркар. Хăранипе пӳртĕнчен хайхи хуçа тох та шу. Сред. Юм. Хăвăртрах тôхса шу эс кôнтан (удирай), аттô патак лекет. N. Çынни укçана часрах илсе чикрĕ, тет те, тухса шурĕ, тет, юлташĕ пăтне (улизнул). Б. Яныши. Эпир часăрах толалла тохса шурăмăр. Букв. 1906. А а-х! апла пулсассăн сывă пулах, йытă туç; сирĕн пек самăр (мăнтăр) ан пулам та, хам ирĕкĕмре хам çӳрем! тесе каларĕ, тет те, шурĕ, тет, кашкăр вăрманалла. Ашшĕ-амăшне. Лешсем пăртак тăрсан-тăрсан, ĕнсисене хыçкаланă та, шунă вара килĕсене (убрались). N. Наччас кĕсьене шуса кĕмелли япала! Моркар. Корать чăваш,— ĕç пăсăлать, кăмакаран хор шăвать. К.-Кушки. Сирĕн япаласем Пухтелне шунă (спроважены). || Якейк. Пичипа инки ĕçкинчен чутах шуса (= каймасăр) йолаттăмч.

шултра

шолтра (шултра, шолтра), то же, что шултăра. Б. Яныши. Çомăр хамăр патарах çитсен, шолтрисем утсене тытрĕç те, килелле оттартамăр. Çутт. 89. Шултра йышши выльăхсем. Моркар. Шултра алапа шыв ăсса килекен. || Янтик. Шултра калаçать, говорит неприлично.

шурă

шорă, белый. N. Пĕчĕкçеççĕ кушма — шурă кушма, пурте шур путекĕн кăчăкĕ. Толст. 5. Куçли калать: сĕт шурă, хут пек шап-шурă, тет. Суккăрри калать: шурă тĕс апла вăл хут пекех алăра шăлтăртатать-и-мĕн? тет. Зрячий сказал: „Цвет молока такой, как бумага белая“. Слепой спросил: „А что, этот цвет так же шуршит под руками, как бумага?“ Ядр. Ман тантăшсем ялт шурă, епле уйăрлса каям-ши. Ск. и пред. чув. 3. Тимĕр тылă ашĕнче шурă шуйттан ларать, тет. Пазух. 73. Чăлт шурăран тутăр эп кумтартăм. Чув. прим. о пог. З7. Хĕвел шурĕ тухсан, çав кун уяр пулать, малалла та уяр пулать. Если солнце восходит белое, то в этот день будет ясно и вперед будет ясно. N. Çамки çинче шурă пур (вăкăрăн). Н. Якушк. Улачанăн шурри пит çинçе, кам аллисем витĕр тухнă-ши? N. Шорринчен Хвекла саппун тутарнă, ытти япаласене тапратман-халь. Хош-Çырми. Тӳнес марччĕ шорă йор çине. Хорошо бы не свалиться мне на белый снег. НР. Анатран хăпарать шора пăрахот. Снизу идет белый пароход. Хош-Çырми. Икĕ шорă çăмарта пĕçертĕм, хăшĕ сывалассине пĕлмерĕм. Сварил я два яйца, но не знал, которое из них убудет. Ск. и пред. чув. 19. Шурут çырми варринче шурă шăмăсем выртаççĕ. Якейк. Çăмарта шорă тийиса шоратмасăр çияс мар. БАБ. Юрла-юрла ĕçер-е? Юртан шурă пулар-а? Давайте пить и петь песни, и сделаемтесь белее снега. Бугульм. Шурă çĕлĕк шур юр пек, хамăр тăван чунăм пек. N. Шурă юр пусарса тăракан чăрăшсем йăшăл та тумаççĕ. N. Ушкăн-ушкăн шурă пĕлĕт иртет... НР. Апай исе пачĕ шурă тутăр. Мать купила мне белый платочек. Хурамал. Манăн шурă кĕпе пĕрреççĕх, çуса çаксан, шурă юр пекех. У меня единственная белая рубашка; если выстирать ее и повесить, то она как белый снег. А.-п. й. 93. Шурă халат тăхăнса, тухтăр пекех тумланса, сарă чăматан йăтса, тĕрлĕ кĕленче хурса, ĕне хӳрине чиксе, хуллен утать хулана. Хурамал. Ăлăхăттăм çӳлĕ ту çине, çыру çырайăттăм шура чул çине. Взошел бы я на высокую гору и написал бы надпись на белом камне. Ib. Çӳлĕ тусем çинче шурă курнитса. На высокой горе — белая горница. Ib. Шурă иккен куянăн урисем, хĕрлĕ иккен тиллĕн урисем. Оказывается, у зайца ноги белы, у лисицы — красны. N. Ача вилсен (лет до 5—7), тула çăмарта кăларса ывăтатчĕç. Çăмарта пăрахнă чухне те: чунна шурă чăхă ертсе çӳретĕр, тетчĕç. N. Кăвак кăвакарçăн чĕпписем — шурă кăвакарçăн сĕчĕсем, эпир аттепе анне ачисем. Бугульм. Кăвак кăвакарчăн пурте пĕр пек, çуначĕ шурри ăрасна. ЧП. Хĕрсем шуртан шурă кантăр тыллаççĕ. N. Эй, шура аппа, шурă аппа, чӳрече витĕр пăх аппа. ТХКА З0. Оксанă — хура куçлă, шурă ӳтлĕ, сар çӳçлĕ, яштак пĕвлĕ хитре хĕрччĕ те. || Альш. Çута-шурă, светло-белый. Ib. Витĕр шурă, цвет бумаги. Орау. Пĕр шурă чĕреллĕ (бледный) ача туйра вĕлерес пек ташлать. || По-белому (изба). О сохр. здор. Пӳртре хăрăм-тĕтĕм ан пултăр, çавăнпа пӳрте шурă тума кирлĕ (по-белому). Хурамал. Алăкăрсен умĕ улма йывăç, улмисем çукран илемĕ çук; пӳртĕрсемех шурă, саккăр сарă, савнă тăванăр çукран илемĕ çук. У вас на дворе растут яблони, но нет у них красы оттого, что на них нет яблок; изба у вас белая, лавки в ней желтые, но нет у нее красы оттого, что у вас нет милой родни. || В переносном значении. N. Эпĕр шурă тăвасшăн, çынсем хура тăвасшăн. Мы хотим сделать как-нибудь это приличным, а люди стараются сделать это нехорошим. || Честь? N. Сĕтел туртса си парат, питме шурă килĕ-и, тесе. || Снег. С. Айб. Уттарам-шин, чуптарам-шин аслă çулпа шурă пур чухне. || Хлебное вино (водка). Изамб. Т. Сахал пулсан: шуррине пар, тесе, тата ыйтаççĕ.

шур ураллă

те, кто одевает белые онучи или белые чулки. Чураль-к. Эпир хамăр Хапăссем, анат енчи чăвашсем, шур ураллă ачасем, тăрна туя килтĕмĕр. Никит. Шур ураллă Иванĕ туртăнать-туртăнать, Наçтик патне çитеймест. Чураль-к. Шур ураллă яш ача кĕлет кĕтессинче хĕр сыхлать, хĕрĕ чие, тыттармасть.

шурăх

стать бледныи, побледнеть. К.-Кушки. Шурăхнă (недолго), щурса кайнă (на момент). N. Скамье çинче çамрăк, шурăхса кайнă çын ларнă. О заступл. Халĕ ахал те тек пӳртре ларса шурăхса кайрăн. Туперккулёс. 25. Начар ӳсет, шурăхса каять. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 9. Теприсем пурăнма кирлĕ япаласене вăрçса илеймесĕр шурăхса типсе ларĕç. Юрк. Тарăн çырма тăрăх хурлăхан ирхи сывлăмпа шурăхрĕ. Ib. Хирти курăк шурăхсан, каят хирĕн илемĕ. || Линять. Яргуньк. Шурăхса кайнă пустав. N. Хамăр ялсен хĕрĕсем шур укçалла шурăхнă.

шуç тупан

шуç топан, то же, что шуç чуман. Иштерек. Пазух. 79. Çăварни çуни шуç тупан, çутăлаччен чупар-и? Симб. Хамăр ялти шкулра вĕреннĕ чухне эпĕ шуç тупанпе тата пĕчĕкçĕ çунашкапа ярăнса çӳреме пит юрататтăм.

шут

шот, счет (число, количество). N. Укçа шучĕ, счет денег. ПТТ. Вăйçăпа çăмарта çĕклекен çăмарта шутне тултармасăр пымаççĕ. N. Хут пĕлекенсен шучĕ, число грамотных. N. Кулленхи шут, текущий счет. Шурăм-п. № 19. Хăшĕ, кĕлте шучĕ кая ан юлтăр тесе, кĕлтисене тултармасăрах çыхаççĕ. Регули 1283. Шочĕпе мĕн чол тохнă, он чол парăп. N. Редакци вара хăй шучĕпе кĕнекесем кăларĕччĕ, тесе çырнă. Якейк. Ати улĕ виççĕччĕ, шот шотлама ларсассăн, шотран ытлашши эп полтăм. Ib. Хĕрсе хĕвел тохнă чох хĕр шотĕнчен кăларатпăр, хĕрсе хĕвел аннă чох арăм шотне кĕртетпĕр. Çĕнтерчĕ. 49. Эпир шутран тухрăмăр. Шорк. Шота кĕнĕ. Вошел в число, считается вместе с другими. Ib. Хĕр шотне кĕнĕ. Сред. Юм. Качччă шотне кĕмесĕрех аллантарчĕç. Туперккулёс 15. Тепĕр тапхăр этем каччă шутне кĕме пуçласан чирлеме тытăнать. N. Хĕрарăмсем, эсĕр те халь этем шутне кĕтĕр. Сред. Юм. Çôратса янă çын та шôтне толтарма. (Пôлмас çын çинчен калаççĕ). Кан. Çакăнта ĕçлеме 16 çынна рапоччи шутне илиĕ. ППТ. Унăн çуртĕнчен нихçан та чир-чĕр тухмас, ĕмĕрне çын шутне кĕреймес, теççĕ. N. Çын шутне кӳртместчĕç. N. За человека не считали, ни во что не ставили. ТХКА 22 . Эх, мухтанчăк, вĕçкĕн таракан; халăх шутне кĕместĕн; чупассипе антратрăн; пуçа каçăртса, уссине тăратса çӳренипе пурнăç пулать-и вара! Кан. 1927. Çын — çын шутĕнче пултăр, выльăха — хăйне вырăн пултăр. Ib. Ялтан Крикорйĕв лашине ватă лаша шутнех кӳртсе çырса янă. Эпир çур. çĕршыв. 16. Çак урам пирĕн урам шутĕнчех: ăна та пирĕн урампа пĕрлех Чăрăш теççĕ. Шорк. Шотран тохнă, вышел из числа, не считается. Ib. Çын шотĕнчен тохнă. Сред. Юм. Шôтран тôхнă. (Говорят о стариках, которые по старости ни на что не способны). Пшкрт. Шотран тохнă çын = иртсе кайнă çын (избалованный). Шорк. Стакканĕ ĕнтĕ стаккан шотĕнчен тохнă. Стакан вышел уже из употребления, не годится для употребления. Ib. Шотран кăларнă. Его выключили из числа..., его не считают за... Ib. Она çын шутĕнчен кăларнă ĕнтĕ. Вишн. Çапла ĕнтĕ, уйрăм çирĕм сăра курки шыв ĕçместпĕр пулсан та, хамăр ăша тĕрлĕ апат çисе, çапах çав шутран кая илместпĕр. Б. Олг. Калля килетпĕр ĕне кĕтӳ пек, шот та çок çĕмĕрĕлнĕ халăх. || Разряд. Кан. 1929. Капла пуян шутĕнчен юлсассăн пĕтетпĕрех уш. || Время, срок. Панклеи. Тепĕр эрнерен ачана киле каяс шут çитет. С. Янгильд. Микихвăрăн салтак шочĕ пĕтрĕ. Микихвăр пĕр хĕç илчĕ те, киле килме тохрĕ. Собр. Вăрман хĕрне пас тытат, тăкăнас шутпа хăй тăкăнат, пирĕн те каяс шут çитет.|| Мысль, желание, цель. Сюгал-Яуши. Ман юлташа темскер шут килсе кĕчĕ те, мана калать... Кан. 1929. Пĕрлешӳллĕ хуçалăха пĕтерес шутпа тĕрлĕ киревсĕр суя хыпарсем сарчĕç. КС. Çими пĕтнĕ тиччĕç, тырă ыйтма пыман-ши вăл? — Çав шутпала пынă пулмалла та, хăяймарĕ пулмалла. А.-п. й. 32. Сурăх таки, йăвăç тураттинчен вĕçерĕнес шутпа, сулланма тытăнчĕ. N. Шурă кайăкăн çунат çук, çӳле улăхма шучĕ çук, ӳт чĕлхенĕн шăмми çук. N. Килти шутпа — начар, кунти шутпа юрат. По-домашнему — плохо, по-здешнему — хорошо. Кан. Ман шутпа çакна тусан аван. В. Олг. Карав пăрахăç полчĕ вара çав. Авалхи шотпах порăнма полчĕ (по-старому). Слеп. Онăн хăй шочех-ĕçке-ха, каласа та ӳкĕте кĕмест. || Дело. Б. Олг. Шот полчĕ ĕнтĕ перĕн, çораçнă шот полчĕ (дело сделали, сосватали). || Значенне. N. Пĕр шутах пырать. Имеет одинаковое значение. || Завражн. Ялти теçетник шочĕпе çӳретĕр çулталăк хошши. Пусть служит в качестве десятника, пусть служит десятником. Ib. Салтак шочĕпе салтак шаловне (шалуне) илсе порăнтăр. Турх. Ăмăрт-кайăк шучĕпе чавкана чыса хунă, тет. НР. Сатри кайăк сар кайăк, кайăк шутне кам шутлать. В саду птичка-иволга, кто сочтет ее за птичку. А.-п. й. 38. Пырасси пырăп та-ха, анчах эс мана мăкариччи шучĕпе кавас ĕçтер, тет тилли. Регули 1284. Япала шочĕпе саплать. || Бгтр. Юрламасăр шут килмест. Ib. Йысна черки çут черки, шалт ĕçмесен шут килмесг. Ib. Акка курки сар курки, шалт ĕçмесĕр май килмест те саркаланма шут килмест. Ст. Чек. Апла калаçмасан капла çук, юрламасан шучĕ çук. N. Якур пит кулмалла сăмах шучĕ те каламарĕ. || Хора-к. Вонă пăт тырă полсан, пилĕк пат сотса какай ил, çав шотах ларĕ. || Сред. Юм. Ĕçне туниех çôк та çапах кайса шôтне турăмăр. Ib. Ĕçне тăвасса нăмаях туман та, çапах тунă шôчĕ пôлчĕ ĕнтĕ ô. N. Малалла кайнă шочĕ полчĕ. Было что-то вроде наступления. || Шурăм-п. № 22. Шут пĕлмен çынсене хисеплемеççĕ те, çавăнпа халь пурте шут вĕренме тăрăшаççĕ.

шух

шох, резвый, бойкий, шаловливый; легкомысленный, ветренный. См. шухă. Изамб. Т. Шух çын, шух ача, шух хĕрача, шух лаша. N. Шух, не соблюдает мелких правил приличия. Якейк. Шох çын тесе лайăх порнман (оповедении) çынсене калаççĕ. Шибач. Шох (ясар çӳрет). Ау 221. Хĕр чуне шух çӳресен, кайсан йывăр килмĕ-ши. С. Тим. Шух = вичĕкĕн. Ib. Маттур çуралтăмăр, шух ӳсрĕмĕр, çичĕ юта епле юрăпăр-ши? Ст. Чек. Шух, шалун. Ib. Ун ачи шух, ялан çапăçса çӳрет. Хурамал. Пĕр çĕрте ларса тăман ачана шух ача теççĕ. || Пугливый (о лошади). В. Олг. Ох шох, лаша шох, лаша шох мар, хамăр шох хамăр шох мар, хĕрсем шох. Зап. ВНО. Шух лаша, пугливая лошадь. Якейк. Шох лаша, час хăракан лаша. Хурамал. Лаша хăй патне ямасăр хăраса тăрсан, шух лаша теççĕ. N. Тиха пит шух: тытмалла мар, амăшне çитрĕ. N. Тиха пит шух: чармалла мар, амăшне çитрĕ.

шухăш

шохăш, мысль, дума, намеренне, мнение, убеждение. Капк. Ăш вăркать. Пĕр шухăш пуçран тухма пĕлмест. Юрк. Вăл шухăшна эсĕ пăрах, пуху таврашĕ ан пуçтар. В. С. Разум. КЧП. Манăн шухăш килелле те, вăрманалла та, унталла та, кунталла та. Ал. цв. 17. Хĕре ашшĕ патне çыру çырма, хăй çинчен хыпар яма шухăш кĕрет. НИП. Кĕçĕр темĕскер шухăшсемпе ăйхă вĕçрĕ, çĕрĕпех канăçлă çывăраймарăм. N. Унталла-кунталла пăхкаласассăн, нумай шухăш кĕрет. N. Шухăша вылятса тăрас пулмасть. N. Унта мĕн каласа çырнă, çавна чипер шухăша унталла-кунталла ямасăр итлесе тăрас пулать. ГФФ. Порнтăм-порнтăм порнăçне, кĕрсе карăм шохăша. Жил я, жил и нажил себе (тяжелую) думу. Хош-Çырми. Вуникĕ те чĕкеç — пĕр кашта, йорласа йоррисем пĕтмерĕç; тăванпала тăван тĕл полсан, калаçса сăмахсем пĕтмерĕç: шохăшĕсем чĕре çомĕнче, сăмахĕсем чĕлхе вĕçĕнче. Двенадцать ласточек, сидевших на одном шесте, пели нескончаемые песни; когда встретились двое родных, у них пошли нескончаемые разговоры: их думы в сердце, а их речи на языке. Пазух. 74. Ĕлĕк вылянисем, ай, кулнисем халĕ тăрса юлчĕç шухăша. ГФФ. Пирĕн ĕмĕр иртсе кать (= каять) шохăшпа хойăх хошшипе. Весь век ваш проходит в думах и заботах. (Иэ старивной песни). Ашшĕ-амăшне. Пăртак тăр-ха, Кĕркури пичче, хĕрӳсем урăх шухăш тытĕçĕ (передумают), вĕсенĕн те чĕрисем чулах мар-тăр-ĕçке. БАБ. Çавăн çинчен шухăша килсе кĕрсенех (когда я об этом вздумала), манăн та тепле юмăçа вĕренессĕм килчĕ, терĕ, тет. Сборн. по мед. 77. Ахаль пулсан, вăл шыв ăшĕнче çавăн пек япаласем пур тесе нихăçан та шухăша та кĕрес çук. N. Çӳресен-çӳресен, темĕскер шухăша килчĕ курăнать. Лашм. Çамрăк пуççу ватта, ай, юлсассăн, юрă сĕви кать (= каять) шухăша. Юрк. Паллă, малтан эпĕ ялан хам çырăва хирĕç санран хыпар кĕтсе тăрсаттăм; кĕтсе-кĕтсе те илмесен, темĕн пысăкĕш шухăша юлтăм. ЧП. Вăрăм шухăш, йăвăр хуйхă. N. Ман шухăшпа, по-моему мнению. || Желание. N. Вăсен шухăшне тăваймăн. Их желаний выполнить нельзя. N. Унăн шухăшĕсем çитмен. Янтик. Хуть çуна пар, хăта, хуть пылна пар, кил шухăшĕ ӳкрĕ пил çине (хочется домой). Завражн. Манăн халь сăра (ерех) шохăш мар. || Решение. Собр. Ларсан-ларсан, пурте пĕр шухăш шухăшласа илетпĕр (принимаем общее решение). N. Вăл ун çинчен куççулĕпе йĕрсе ыйтнă пулин те, ашшĕ шухăшне çавăрайман. || Забота. Ст. Шаймурз. Хамăр пуçа шухăш ӳксессĕн, авăнтăмăр хура çĕлен пек. || В. Ив. Ăна таçтан шухăш кĕнĕ (образумился).

шӳтле

шутовски, в шутку. || Интересно. Альш. „Ан кулăр: хамăр та çаплах пулăпăр ӳссен, ан хăра!“– тет пĕри. „Çапла та, шӳтле вĕт-ха“,— тет тепĕри. Ib. Хай ĕлĕк пĕр шӳтленĕн туйăнакан юлташ япали кăмăла та килекен пулать. Сред. Юм. Пит шӳтле çын мар-и ô, мĕн те пôлса туса кôлтарать-кôлтаратех ô сана, апла кôлтараймасан мĕн те пôлса шӳтле сăмах тôпса калать те, эс такки кôлан-кôланах. || Шуточный, шутливый.

шăмпăр-шампăр

подр. звуку, производимому ногами, когда лезешь в воду. ЧС. Хамăр (а сами мы) шыва шапа пек шăмпăр-шампăр тутарса сиксе карăмăр. Альш. Майра шăмпăр-шампăр тăват та, çавăнтах (в воде) вилнĕ. Шел. П. ЗЗ. Унта тата урăх та питĕ нумай улăхра: йăлтăр-ялтăр кӳллисем, шăмпăр-шампăр пуллисем. См. МКП. 76—77.

шăнкăртат

звенеть. Сред. Юм. Хушпури тенкĕсем ташланă чухне шăнкăртатаççĕ (звук монет). Сĕт-к. Шăнкăр-шăнкăр шелешин шăнкăртатни килĕшет. N. Эп кушелкене, шăтăк мар тесе, тытрăм та, шăтăкĕнчен окçасем шăнкăртатрĕç — тохса ӳкрĕç. Звук монет при падении на пол. N. Пĕр тухьяри тенкĕ пек шăнкăртатса çӳрерĕмĕр. КС. Шăнкрав шăнкăртатать (звенит) Б. Олг. Пĕкке шанкра çаксан, шăнкăртатса каят. КВИ. Шăнкăр-шăнкăр шăнкăрав шăнкăртатать çулпала: хĕр туй килет çĕмĕрсе урам тăрăх ялпала. || Петь (о скворце). Н.-Якушк. Пӳрт пуçĕнчи шăнкăрча ирхине тухса пăхсассăн, шăнкăртатса ларатчĕ. || Журчать (о ручье). ГФФ. Шăнкăртатса шыв юхать. Журча течет (студеная) вода. КС. Шыв шăнкăртатса юхать (более или менее звонко). Хош-çырми. Хамăр çĕртен-шывран тохнă чох шăнкăртатса йохать солхăн шыв. При выходе на нашего родного места с журчаньем течет студеная вода. Альш. Хура вăрман хыçне юр çунă, шăнкăртатса юхать юр шывĕ. Алешк. Анкарти хыçĕнче çерем çинче шăнкăртатса юхать юр шывĕ. Ст. Шаймурз. Анкарти хыçĕнче çӳл ту çинче шăнкăртатса выртат юр шывĕ. || Говорить (о ребенке). N. Кунĕпе шăнкăртатса çӳрет.

шăпăл-шопăл

то же, что шăпăл-шапăл. Абаш. Шăпăл-шопăл полас мар, хамăр ята çĕртес мар.

шăршă-маршă

запах вообще. См. шăрш-марш, шăрши-марши. Сл. Кузьм. 151. Пӳртĕнче, таса тытнипе, шăршă-маршă пĕртте çук. О сохр. здор. 42. Ачашăн вăл шăршă-маршă унтан та ытларах усал. Собрн. по мед. Хамăр пурăнакан пӳрте ялан таса тытма астăвас пулать; унта сывлăш уçă пулма, шăршă-маршă, тусан, çӳпĕ-çапă пуласран ăна час-часах уçа-уçа çил вĕртмелле.

шăхран

рог (для табаку, для пороха), также кожаная сумка для пороха. N. Тапак шăхранĕ, табакерка. КС. Тар шахранĕ, пороховница (из рога). Шибач. Шăхран — для нюхательного табаку. Чертаг. Шăхран (мăйракаран е хурăн хуппинчен) сăмсана тортмалли табак хома. СПВВ. Т. Шăхрана хурăн хуппинчен тăрăхларах тăваççĕ. Вара çавăн ăшне тапак тĕпретсе хураççĕ. Шорк. Тапак шăхранĕ — имеет форму рога (табакерка из рога). Ib. Шăхран – мешок из цельной мошонки барана, кладут табак. СПВВ. ГЕ. Шăхран тесе ача ĕмĕртмеллине калаççĕ, тата тарпа пулькка хумаллине калаççĕ. || Так называют в шутку penis у детей. || Фамильн. прозвище. К.-Кушки. || Назв. местности. Чăвашсем 14. Шăхран тулĕнчи ырсем (киремет) вăрман хĕрринчи çырмара, Киштек хирĕпе хамăр хир хушшинче. || Назв. с. Шихраны; раньше назв. жел.-дор. станции и поселка, ныне жел.-дор. станция и город Канаш. N. Шăхранта анса юл.

шĕкĕлтет

пищать (о диких утятах). || Переносно — хорошо, дружно разговаривать. N. Пĕр йăвари кайăкăн чĕпписем пек шĕкĕлтетсе калаçса ĕçсе çиеççĕ. Альш. Ан шĕкĕлтет. Кан. Хамăр сут — ĕç халăх сучĕ,— шĕкĕлтетсе пыраççĕ повернăйсем. ТХКА 109. Кӳлĕ тавра хăмăшсем çинче темĕн тĕрлĕ вĕт кайăк çунатланса, саркаланса, шĕкĕлтетсе, хăмăшсене тая-тая юрлаççĕ. || Бегать мелкими шагами: Хорачка. Шĕкĕлтетсе каят ут (аран). Пшкрт. Орисене шĕкĕлтетсе каят (лошадь бежит и стучит вогами).

шĕкĕр

подр. сл. Альш. Шĕкĕр-шĕкĕр тăваймăр, пирĕнпе пĕрле çӳреймĕр. || Кан. Хамăр кил-йышĕпе сĕтел тавра шĕкĕр ларса тулнă.

штух

штох, штоф. Н. Седяк., Шибач. Чăв.-к. Хамăр ял ачисем хупахра, штух кĕленчисем кĕссинче, чĕнтĕрлĕ те черки аллинче.

начар-нĕчĕр

плохой, никудышный. СПВВ., ЧС. Трхбл. † Хамăр начар-нĕчĕр çын пулсан та, ырă çынсем чĕнеççĕ хăнана. Альш. † Хамăр начар-нĕчер пулсан та, ырă çынсем ыйтаççĕ ĕмĕрне (навек).

ниçталла

никуда, ни в какую сторону. Сред. Юм. Мĕнле çын кӳлкеленĕ-ши ко лашана, кôн пик ниçталла мар-таçталла (т. е. никуда не годится). Баран. 135. Çуртана алăк варри тĕлĕнче тытса тăрсан, çулăм ниçталла та варкăшмасть — тӳрех çунса тăрать. ТХКА 78. Пурăнасси пурăнкалатăп та, çапах пĕччен пурăнма кичем, ниçталла мар. Ib. 51. Хамăр та аташса кайна. Çул та çук. Аслă вăрманта сĕм-тĕттĕм. Ниçталла кайма та пĕлместпĕр. N. Аптăранипе ниçталла кайма пĕлместĕп (не знаю куда и направиться).

нӳнӳ

слизь. КС. ЧП. Кăшт тутанса пăхрăм та, нӳнӳ тути каларĕ. Тим. † Пылне (шмелей) хыпса пăхрăм та, нӳнӳ тути каларĕ. Ст. Чек. Нӳнӳ — не манка, а сладкое. Ib. Хамăр ял ачине чуп-турăм та, нӳнӳ тути каларĕ. К.-Кушки. Нӳнӳ кăна (если рыба или мясо очень разварилось как студень).

пак

то же, что пек, как, подобный. Сёт-к. Лотра, хаяр çын çинчен: арлан пак сикет, тиççĕ. Регули 1382. Эп апайран хăранă пак аттиран хăрамастăп. Эп аттиран ончол хăрамастăп, апайран хăратăп. Ib. 1252. Сумар (= сывă мар) çын пак ырханланнă. Ib. 824. Эп вăл каланă пак турăм. Ib. 290. Окçа çок пак ним те илмест. Б. Нигыши. Вĕçсе каяс пак çунам пурч (= пурччĕ), тытса чарăнми лашам пурч, тăрса юлчĕç — мĕн тăвас. Шибач. Коллен-кон пак килет. Почти каждый день бывает. Б. Олг. Кон пĕр ластăк çăнăх йолчĕ, пĕр пилĕк пăт пак. Ib. Кашкăрсам вон пилĕкĕн пертен солакай енче полĕ, пĕр çич-сакăр чалăш пак лараччĕ кашкăрсам. В. Олг. Çан патне (к нему) пĕре (один) пырчĕ осал, капан пакскер, коçĕ ĕçлĕк пек. N. Сан пакки эпĕ икке. Сёт-к. Пирн та учĕ — учĕ пек, эпĕр те хамăр ача пак, пирн та варли — варли (- λиы) пак.

паклаттар

или пăклаттар, курить трубку. КС. Чĕлĕмне пакклаттарса ларать (попыхивает). Ib. Тип çăккăр паклаттарса ларать (ест сухой хлеб). Сред. Юм. Çăварĕнчен чĕлĕм пăрахмас, пĕрехмай паклаттарса çӳрет. Ib. Мĕн пĕрмай чĕлĕм паклаттарса ларан (показывает звук губ курящего человека). Тăв. 20. Чĕлĕмне паклаттарса ларчĕ. N. Хамăршăн хамăр тăрăшмасан, хальхи пекех чĕлĕмсене паклаттарса халатсемпех пулăпăр. || Ударить. Тогаево. Халь тепри пырать те, каллах паклаттарать.

пакăлтет

(пагы̆л'дэт), болтать. Йӳç. такăнт. 66. Ну, тата, çитет пакăлтетме! N. Е пристăнь çинче, е тата паллакан çын патĕнче (хамăр ялсем) пакăлтетсе кун иртереççĕ.

пал улми

пал омли (омλиы ), садовое яблоко, Ф. Т. Тимоф. СПВВ. Х. Пан улми, пал улми. Ib. † Пал улми ӳксе çĕрминччĕ, хамăр тăван ӳксе вилминчнĕ. ЙФН. Иăвăç картинче пал улми.

пански чăлха

то же, что панăски чăлха. Орау. Пански чăлха çухе те, вăл хамăр çыхни пек мар, урана шăнтать, унпа (умпа) вăрмана кайма çук. Альш. Çиелтен тăхăнаканнине, тăларан çĕлесе тунине пански чăлха тетпĕр.

пар тустар

поднимать пыль. Альш. Эпир уччилнире тата хамăр пар тустаратпăр, япаласене туртатпăр (во время пожара).

пар

дать, давать, подавать, отдавать. Турун. Хуçа вара: çĕр тĕнкĕ парап пĕр çăмартине, тенĕ. Регули 509. Эс окçа та паман-ç халь мана. Ib. 450. Ман хамăн номай полинччĕ, (номай полсан) парăттăмччĕ. Ib. 676. Эс пани çĕмĕрлнĕ. Ib. 662. Эс панă окçа конта. Ib. 663. Эс панă окçана эп çохатрăм. Ib. 664. Атти мана панă лаша лайăх манăн. Ib. 312. Вăл мана окçа панă полсан, эп каяттăмччĕ. Ib. 1082. Çак утшăн çĕр сом парать вăл. Ib. 671. Мана паракан çын çавă. Ib. 320. Вăл мана окçа он чох парсаччĕ, эп кайсаттăмччĕ. Ib. 293. Окçа пор хошăра кисен, парăп сана. Ib. 1458. Эп итрĕм онтран, вăл мана пачĕ; при (= пĕри) килте, тепри вăрманта. Ачач 99. Мĕн юрать? парам акă сана пĕрре. N. Ним те парса кăларманшăн... N. Халĕ эсĕ кама парса ыр кăтартатăн. КС. Памаллах пар, совсем отдать. ЧС. Вара пур ачасене те икшер çăмарта парса тухат (раздает). Хурамал. Çырлаха пулин пар, турă. Кан. Сахал пачĕç, терĕ çуннă çынсенчен пĕри. Юрк. Эй, чунăм, эсĕ мана çурри чуна çурса париччен, пĕтĕм мулна парасăнччĕ, тет. ТММ. Аллупа пар та, урупа ут. Орау. Парсам, ан тилмĕрт çынна! Отдай, не томи человека! (Говорит жена мужу о другом человеке). Ib. Каймасп — парам эп сана, кахала. Ib. Пуç ыратать — парам эп сана. Сред. Юм. † Кайса кôрас теейсе, малтан хыпар патăмăр (известили). N. † Хура çĕр айне кĕмĕттĕм, хура çăрха парса юлăттăм. СТИК. Сассăна ан пар (не подавай голоса), анти шыраса çӳретĕр-ха, эпĕ ӳсĕрсен тин сиксе тух. (Говорят, когда ради шутки или всерьез спрячут кого-нибудь при приходе постороннего лица). Никит. Салтакран ним парса та йолмасть (не отстает), тет. Синерь. Икĕ ывăлне икĕ çĕре кĕтю пăхма панă (отдал в пастухи). N. Хăйĕн аслă ывăлне вĕренме çын патне панă (отдал на ученье). Ала 8°. Эсĕ пирĕн çуккине ăçтан парса çитерĕн. ||Сдавать. Ирч-к. Атăл параççĕ. Сдают Волгу. || Орау. Паян географипе экзамĕн патăм. || Выдавать замуж. Якейк. Арăм илес тесен те, парас çĕртен парас çок (не выдадут). || Принести в жертву. ЙФН. † Корак-касси хĕрĕсем, пирĕн пата пырасшăн, турра така панă, тет. (Туй юрри; насмешка). НАК. Тата киремете пама ял пуçне пĕрер вăкăр е така хатĕрлесе хураççĕ. || Бить, ударять. Кан. Шалта рояль клавишсем çине чышкăсемпе параççĕ, тулта вăрçаççĕ. Янбулат. Опăшки тăчĕ те, ачана ричакпа парать те парать, хытă хĕртрĕ ачана. Йӳç. такăнт. 17. Атте тухса кайнă чухне, лашана пĕр-иккĕ пачĕ те, кайăк пек тухса вĕçрĕç. N. Лайăх тăракан çыннах пычĕ те, хăлха чиккинчен пĕрре пачĕ (ударил по уху). || Copiam sui facere, marem ad se admittere. || Доносить, ябедничать, клеветать. N. Вара ун çннчен элек парса, ăна тимĕрлесе тĕрмене хуптарнă. || Употребляется в качестве вспомогательного глагола. Толст. Ыран кил-ха, уйăрса парĕç (отроятся), эпĕ вара сана амине кăтартăп (матку пчелиную). Юрк. Сăрисене ĕçсе параканнисем, куркисем тĕпне укçа ярса, тепĕр хут сăра тултарса кĕрӳшне ĕçтереççĕ. Ib. Никăш пĕлсе каласа параканни çок. Орау. Апат çисан кайса пама пулать ăна. Ib. Чăмласах памалла-им тата? 1) Неужели ты не понимаешь? 2) Ешь, раз тебе дали. Эльбарус. Пĕр çын чопса пыра парать. Имен. Виç çол иртсен Елена Петр ятлă ача çоратса панă, а Фекла Нйколай ятлă ача çоратнă. N. Теçеткийĕ 40 тенкĕ тăрать те, сире катса паратпăр ĕнтĕ (сбавим); илĕр, илĕр! тесе кăçкăраççĕ. Чăв. ист. 31. Чăваш чĕлхи укăрпа финсенчен пуçланса кайнине ниепле те кăтартса пама пулас çук, тет. О земл. Тарăн çемçе сире (в слое) тырă тымарĕсем сарăларах параççĕ. N. Кĕлтĕне капан çине ывăтарах пар. Менча Ч. Утемĕш вăл хăй çынсене пит нуммай асаплантарнăран, хăй те: асапланарах патăр-ха, тесе часах тӳрлетмен, тет. Орау. Çиярах парăр (ешьте больше), çиярах парăр, каçсăр урăх апат мĕн пулас çук. Юрк. Вĕсем çавна курарах парасчĕ. Абыз. † Тухать и та тухмаçть-и, часрах туха парсассăн та, хĕреслĕ тенкĕ парас, тит. (Свад. п.). БАБ. Хыçалалла çаврăнса пăхатăп та, хам патăмрах пĕр темĕскерле, пăхма çук хăрушă, уна пекскер тăра парат. N. Вăл çапла лашине хăварса чупса пынине пĕр çын пăхса тăра панă (как раз видел), тет. Т. VII. Малти (человек) пĕр усăнса тăракан çаппа тытрĕ, тет те, кайри (человека) çине яра пачĕ (как пустит, в лесу), тет. ЧС. Эпĕ ăна куртăм та, хама калла килсе хĕнесрен хăраса, киле тара патăм. N. † Ташлăр, тантăшсем, симĕс шăрçа ярăмĕ пек; силленеех парăр-ха, сарă шăрçа ярăмĕ пек; саркаланса парăр-ха (= развернитесь-ка во всю, чтобы показать свое искусство в пляске. Хĕр йĕрри). Кан. Лач-касси ялне кăçал çула Яншихăв леçниччĕстви 81 ĕне Тăрмăш таччине ямалла туса пачĕ. ТХКА 38. Хамăр ĕçлемесен, пире çын ĕçлесе парас çук. N. Лучше эсĕ авланса ямалла та и пурăна памалла. N. Пристăнь çинчен пакаш йăтса та параççĕ, шыв та йăтса параççĕ, вутă та татса çурса параççĕ. Баран. 98. Çав хушăран эпĕ ăйха кая панă. ВС. Разум. КЧП. Эсир сĕтел хушшинче ĕçлерех паратăр çав. ТХКА 27. Асту, ӳке паран. N. Вĕсем каялла çавăрăннă та, тара панă. СТИК. Чупа панă (чупса çитнине чарăннине кăтартмаст; чупрăм карăм, чупрăм килтĕм, чупрăм çитрĕм — обозначает законченность действия). Альш. Лешсем урайне шурă кĕçе сарса хураççĕ, тет. Качаки варалать парать, тет, кеçине.

парне пар

подарить, делать подарки. N. Апат çисен çураçнă хĕр парне пама тытăнать. Менча. Вăл: тухатса парса хамăр ял витĕр вăтăр туя (свадеб) хама парне парса пуççапса йăлăнмасăр ирттермерĕм, тесе, мухтанатьчĕ, тет. N. Алла тытнă пĕчĕкçĕ ача çынни çине какка тусан: акă телей! ку мана парне парать! теççĕ. Е ача амăшĕсем: ку сана ӳссен парне парать, теççĕ. Городище. Парне парать. (Метафорическое выражение, означающее, что ребенок испражняется на человека, взявшего его на руки). СПВВ. Хĕр ашшĕсем хĕрĕ хыççăн парне параççĕ. Никит. Шыв тытнине пĕлсен, ăна парне парса çырлахтарнă. Сред. Юм. Çĕнçынсĕм ратнисĕм патне чăн малтан хăнана кайнă чôхне пир-и, сорпан-и илсе кайса параççĕ, çавна парне пани, теççĕ. Юрк. † Хапха умне хирĕç тухакана икĕ куçран парне парăтăм. || Приносить жертву. Кратк. расск. Унта пусса ăна мана парне пар.

пачăшкалăх

поповство. N. Чехсем: пачăшкалăх, учителсемлĕх хамăр ачасене те вĕрентер, хамăр пĕлсе тăнă çынсене, ачаран таса пурăннисене суйласа хурар, тесе калаçа пуçланă.

паха

(паhа), дорогой, драгоценный; дорого, ценно. Н. Карм. Вĕсем (книги) пире темрен те паха. Сред. Юм. Пĕчик ачана пăртак çиç çырла парсан та пит паха. Çĕнтерчĕ 26. Сивĕнесси сивĕнмен те, анчах çак пуян ывăлĕ пахараххине манăн чĕре туятчĕ. Календ. 1910. Пуринчен ытла килĕштерни паха (дорого). Собр. Сутас сутта пахана тăрат, илес тавара йӳнеçтер. (Моленье). Сам. 13. Таптанă, çаратнă паха çĕршывна. Хорачка: вы̆л мана пет пађан тоjы̆нчы̆ (дорого, драгоценно). Ст. Яхак. Çамрăк ачасемшĕн çăварни тата пушшех паха. Икково. † Çăварниран пахи пор, теççĕ: чăнах пор-ши ĕнтĕ çав? Тим.-к. † Эпир каяс çул çинче йĕри-тавра паланлăх, паланĕ ларать хĕп-хĕрлĕ, пире палан мĕн паха? Пала-тăран (знакомый) питĕ паха. Кĕвĕсем. Пахча варринчи улма йăвăççи, пăхса тăма паха-çке (просто любо посмотреть). Цив. † Шурă чечек мĕн паха? пиччепе инке паха пире. N. † Икĕ аллăмра тăватă çĕрĕ, кĕмĕл çĕрĕрен пахи çук, ах ача; ялта сар ача пит нумай, ман Яккуртан пахи çук (лучше), ах, ача. N. Австрисен окопĕсем питĕ паха. N. Паха = илемлĕ? || Старательный, прилежный. Юрк. Ун вырăнне хамăр çынсенчен пĕрне-пĕрне, ĕçе пахарах çынна (трудолюбивого), куçарĕç. || Ст. Чек. Пахасăр, ку çынта паха çук, ăçта хурсан та вырнаçать (всюду уважаем). N. Пахине пĕлмесĕр ĕçлет, не жалея сил или себя (иначе: пахасăр). || Торжественный. Кан. Выстăвкă уçăлнă шутпа паха ларуллă каç пулса иртет || Зап. ВНО. Паха, мягкий, нежный.

пекскер

, пекĕскер, подобный, похожий на; имеющий некоторое подобие. Орау. Ман упăшка пекскер вăл ăна-кăна пĕлмест, кунĕн-çĕрĕн хăяккăн выртса ирттерет, темле аякки шăтмасть. Календ. 1911. Анчах ку çавăрака хăмпă пулман, йĕке пекскер пулнă. N. Вĕсем хыçĕнчен, картишĕнче хуçисен кĕлет пекĕскер патне пычĕç пĕрене йăтса. Çутт. 79. Эпир те хамăр пӳрте икĕ хăмпă пекĕскерсем çактартăмăр: пĕрне чăлана, тепĕрне сĕтел тĕлне.

пер

(пэр), кидать, бросать. N. Ан пер, не бросай. N. Чикан çав çăкăра ил те, пер ачине (возьми и брось в своего сына). Ау 4. Йиттисене, лашисе (= лашисене) веç шыва печĕ, тет. N. Пулăçăсем вара, ыйтса та парас çуккине пĕлсе, ăна (ее) тытнă та, каллех шыва тытса пенĕ. Турун. Кам унта кĕлте перет. Ib. Кам унта эсĕ, кĕлтесем перетĕн? N. Пурте ăна чулсем илсе чулпа пере пуçланă: мĕн чухлĕ персен те, пĕр чул та пырса сĕртĕнмен ăна. Шибач. Тытса пĕре çавăрса перем! Кив-Ял. Эп сана Сĕвене кайса перĕп. || Бросаться. Кн. для чт. 139. Вара вăл кантăр вырăнне перет, кĕлте кӳрекен çулсем çинче вĕçсе çӳрет. Абаш. Халăх çĕнелле (хола çĕнелле) пеме поçларĕç. N. Хай çӳлтен вăйпа юхса пыракан шыв тӳрех канава юхса перет, кукăрăлса каймасть. Ир. Сывл. 27. Савăнăçлă çуркунне çитсе печĕ пирĕн енне. || Откидывать, задевать. Ала 103. Çичĕ пăт сĕлĕ хатĕрлерĕм, пуçне пĕкке пемешкĕн. N. Онта пуçна ан пер. Курм. Пуçне пĕккине персе пычĕ (лаша). || Махнуть. К.-Кушки. Вăл карташ урла тӳрĕ печĕ, эпĕ çаврăнса кайрăм. Он махнул через двор прямо, а я наискось. || Ударить, бить. Шурăм-п. Хăйсем вĕсем шултра матур çынсем, пĕрре персен çынна вĕлермелле. Якейк. Пуçа алăка петĕм (ударился). N. Эпĕ пуçа юпана петĕм. Орау. Мĕн пăхса тăтăн тăта, ăна пер те, йăвантар (его ударь и свали). Ст. Шаймурз. Мала ан ирт, кая ан юл: мала иртсен, пуçран переççĕ, кая юлсан, кутран тапаççĕ. Сред. Юм. Хĕнеме хошайрăр ôна, ô сана перет соккăр-паттăр пик. || Стрелять. Панклеи. Пĕри (медведь) тайăлнă чăршă тăрăх хăпарма тапраттĕр, ăна хоралçă пăшалпа персе ӳкерчĕ; тепри хăпарма тăрчĕ, ăна та персе пăраххĕр. НАК. Пĕрре кайăк хыççĕн Хуракĕсрери киреметре çӳренĕ чух, кӳлĕре пĕр кăвакал куртăм та, пăшалпала виçĕ хут петĕм. Баран. 54. Юлашкинчен çимисем, пемеллисем пĕтсе çитнĕ, вăйран та кайнă. N. Пирĕн çие переççĕ. N. Перет-ха у! N. Пăшалçă кашкăра пăшалпа пенĕ те, тивертеймен. N. Ухатаçă кайăк-кăвакала печĕ. Янш.-Норв. Кайăк-кăвакал пеме тесе (чтобы...). N. Пĕр-пĕрне пăшал персе. Шибач. Улĕ корчĕ те амăш пынине, вăрмантан пăшалпа персе пăрахрĕ, так и вĕлерчĕ. Б. Олг. Астур, сере пăшалпа перетпĕр (будем стрелять) пармасан. Орау. Эп ача чух пĕре пăшал пеме çичĕ пус патăм (за право выстрелить). Истор. Тăшмансенĕн пемелли хатĕр пит нумай пулнă. ||Разить (о запахе). Шурăм-п. Пĕринчен эрех шăрши кĕрет, тепĕринчен тапак шăрши перет анчах (разит табаком). N. Сасартак шăрш пеме пуçлать. Кан. Шăршă чăтмалла мар перет. Чĕр. ч ун. яп. й.-к пур. 24. Çăвара чикмелле мар усал шăршă перет. || Пить много и жадно. Шурăм-п. Эсир сахăрне чейпе çисех ятăрĕ-çке, эпĕ хуçи курасран хĕве вăрттăн чикрĕм те, шывне ла-айăх петĕм (выпила). КС. Эс ма паян ку тĕрлех шыв перетĕн? Что ты сегодня так много пьешь? Эльбарус. Персе килнĕ. Пришел пьяным. Якейк. Эпĕр ĕнер эреке петĕмĕр анчах (много выпили). N. Çынсем ытла вĕрипе сивĕ шыва переççĕ, ачисем час кӳрсе килмесен, кайран çаптарса та илеççĕ. Бюрг. Ĕçессисем килнĕ япаласем — переççĕ: ĕçсен-ĕçсен, ӳсĕрĕлсе кайса ӳкеççĕ. КС. Пурăнăçа, чĕлĕме, çăккăра, эрекене, сăрана перет, здорово ест, пьет, живет. || Спать много и крепко. КС. Ай-ай ăйăха перетĕн эсĕ! Ну и спишь ты крепко и много. Ib. Талăкпех ăйăха петĕм. Проспал круглые сутки. || Ляпнуть; взболтнуть. N. Эпĕ хам та ухмах, пер яр. Ск. и пред. Сăмахсене ку çынсем пемеççĕ (не бросаются словами) сывлăша кăлăхах янтратмаççĕ. V.S. Кирлĕ-кирлĕ мара пер. || Твердить, настаивать, повторять. Ау 103. Эсĕ манран пĕр усă курăн, тесе калат, тет. Çак ача таки (= такки) хăйăннех перет: эсĕ ман автана тытасшăнччĕ, акă ĕнтĕ ху çаклантăн, тесе калат, тет. СТИК. Ăна хутте мĕн кала, вăл хăйиннех перет (он все свое твердит). Ашше-амăшне. Ваçук кӳрши хайĕннех пенĕ: тĕлĕнмелле хĕр эсĕ, Лисахви! тенĕ. N. Суйлас вăхăт çитсен, петĕмĕр суйларăмăр хамăр суйлас тенĕ çынсене. || Ссылаться. КС. Эсир паян кăнтăрлаччен çăмăра персе ахалех ирттертĕр, халь ĕнтĕ каçчен ун вырăнне хытăрăх (хытă) вырăр. Ib. Праçнике персе, ĕçлемерĕç. Ссылаясь на праздник, не работали. N. Чире пер. || Притворяться. Якейк. Пирĕн ати ĕссĕре персе выртать (притворяется). N. Ухмаха пер. Притворяйся дураком. Орау. Сутра пĕлмене петĕм (притворился). N. Чире печĕ, ӳсĕре печĕ. Байгул. Ку арăм епле те пулин ачисене вĕлерттересшĕн, тет, çавăнпа ку чире печĕ, тет. || Терпеть, выносить. КС. Халь лашана тăрантартăм ĕнтĕ, каçчен перет (не устанет, вытерпит).

персе çит

притти, приехать, нагрянуть и пр. Ст. Яха-к. Виçĕ кунтан, ытлари кун, пирĕн пата Маçилке карчăк хамăр тăрачченех персе çитрĕ (заявилась, пришла). Истор. Сасартăк тутарсем вырăс çĕрне персе çитнĕ. СТИК. Печĕ çитрĕ, пришел неожиданно. Алекс. Нев. Сисмен те вăл: тутарсем Рязане персе те çитнĕ. Изамб. Т. Эпир Хурăн-вар кĕпери урлă каçсан, кăсем пире персе те çитрĕç те, пиртен ирттерчĕç. N. Унччен те пулмаçть, кантуртан повесткă сута кайма персе те çитет. Кан. Пахчана тухсан, пĕр 10 минутран автомобил персе çитрĕ. Ib. Çырнă хут персе çитрĕ. Баран. 62. Çав вăхăтра пĕри юналутпа персе те çитет.

пыл-çу

мĕд и масло. Чураль-к. Пылтан-çуран тутли мĕн пур? (Ыйхă). Ерк. 8. Калаçасси (у нее) пыл та çу, юр юрласси юлас çук. Ст. Чек. Мĕн ĕçетĕр, мĕн çиетĕр? — Пылпа çу. Сред. Юм. Çавăн чохне тунă полсан, пылпа çу çинчи ĕç полаччĕ-çке те, темме малтан шокăшласа хоман çав хамăр та. ЧП. Вĕрене те курка сарă курка, нумай пыл-çу çинче тăнă пулĕ (употребляется для дорогих кушаний). Ib. Çак киле килсессĕн, çыхланат чĕлхем пыл-çупа. N. Халь икĕ хĕрпе сăмахларăм — пыл та çу. Кама 54. Кукша Илле: колхозра пыл та çу пулать, тесе савăнтарать пире. Бр. п. водку 2. Пиçет çырла пыл та çу.

пылак

сладкий. Учите детей. Ачасене йывăр апат, пылак япала, пахча çимĕç тавраш, çырла тавраш юрамасть. Рак. † Сахăртан та тутлă, пылтан та пылак хамăр тăвансен сăмахĕ N. Пыл пик пылак, çăв пик çăвак салам ярап. || Сладость. Орау. Ăслин пылакĕ пури хуть пăртак? Ходар. Çак сăрана пылакне-тутине, мерекетне-ырлăхне пар. (Чӳклеме). Сёт-к. Пылак, сладковатый вкус. N. Пылак, похожий на мед по вкусу. Яргейк. Пуплемен сăмахăн пылакĕ çук, ĕçмен куркан тути çук, теççĕ. ЙФН. Ĕçмен куркайăн тути çук, калаçман сăмахăн пылакĕ çук. || Смесь солода с отрубями или мякиной, которая кладется в корчагу для варки пива. Сред. Юм. Пылак тесе, 1) салатпа хылăх (= хывăх) пĕрле хутăштарсан калаççĕ, 2) сăра чӳлмек çине çиеле хытса лараканнине калаççĕ.

пыр

итти, ходить. С. Тим. † Пыраттăм, пыраттăм çулпала, вуникĕ кашкăр тĕл пултăм. Чăв. й. пур. Прухха та ун патне пыма пăрахнă вара (ходить перестал к нему). Абыз. Ай ман хыçран такам пырать. СТИК. Çулпа 20 салтак пырат (но: çулпа салтаксем çирĕмĕн пыраççĕ; еще: пӳртрен виçĕ ача сиксе тухрĕç те, сиккелесе выля пуçларĕç). Якейк. Эс пырсан, эп каймалла та, эс пырасса пĕлместĕп. Я поехал бы, но не знаю, согласен ли ты на это. Кан. Пыр та çыпăç ун патне! т. е. он теперь важное лицо. N. Манăн та пырас-и? И мне итти с вами? — Ан пыр (или: пымасан та юрĕ). Юрк. Пырах та, пыр, пырах та, пыр, тенĕрен улпучĕ те: юрĕ, юрĕ, пырăп, пырăп, тет (улпучĕ, пит варлă чĕннĕрен). Ib. Миçе кун пыннине (ехали до города, где сейчас идет беседа), епле çитнине каласа кăтартаççĕ. Ib. Пĕрин аллинче нимĕч чĕлхипе (нимечле. Орау.) çырнă кĕнеке. Пырсан-пырсан, иккĕш те çав кĕнекене вуласа пăхсан, тĕлĕнсе калаçса пыра пуçлаççĕ. Орау. Кĕперпе пынă чухне. Когда я шел (сюда или туда) по мосту. Ib. Тинĕс хĕрринчи ялсене карапсемпе пырса тупăсемпе пере-пере кайнă (или: пыра-пыра персе кайнă). Ib. Пырсан-пырсан, малта таçта хăй çути курна-курна каять. Сёт-к. Самай кĕтӳвĕ тохса кайнă чохне хамăр ĕнесене пырса ертсе ятăм. Ст. Чек. Кăмака умнелле те пыра пуçларĕ (стала стряпать). Т. VII. Çук, çук пымастăп (с тобою). Ib. Ик çын вăрманта пыраççĕ, тет: пĕри кайра, тепри малта, тет. ППТ. Айтăр, эсир пыратра? эпир каятпăр. N. Пырсан-пырсан, пĕр шыв хĕррине çитрĕ, тет (в другом месте: кайсан-кайсан, пĕр шыв хĕррине çитрĕ, тет). Сред. Юм. Пырса та ан шăршлан. И не подходи, все равно не получишь. Регули 1429. Пымассеренех вăл мана паратчĕ. Ib. 309. Эп пыраттăмччĕ те, ерĕçмерĕм. Ib. 137. Вăл пынине пĕлес çок эс. Ib. 84. Вăл пырасса пĕлес çок. Ib. 344. Эп корса, эс пыриччен тытса. Ib. 322. Эп пырсаттăмччĕ он чох, сирĕн никам та, килте çокчĕ. Ib. 593. Пыракан (пырса) онта çынсам темче хут. Ib. 399. Эп онта пырса паян. Абаш. Лаша пит аван пырать. Орау. Лаша тĕпре пит лайăх пырать (идет). Юрк. Пыр — ступай. Ib. Мана çырса ларакан çын кирлĕ, çывăрса ларакан çын кирлĕ мар. Пыр, ман патăмран тух та кай, тет. Хурамал. Пырсан-пырсан, вăл пĕр хулана пырса кĕнĕ. Ib. Пĕри калат: пыр, эсĕ кĕр хĕр илме. N. Пыр-ха çавăнта хăвăртрах, чуп = кай-ха çавăнта хăвăртрах, чуп. Чăв. й. пур. 14. Эсĕ пыр, таврăн киле. Альш. Пыр-ха, ман сумккана исе кил-ха, тет. N. Эсĕ ман патма пыратна? Ты идешь ко мне? (Спросит человек, идущий к себе домой, знакомого, если предполагает, что тот идет к нему. Если повышение голоса не на послелоге, то это значит: «ты придешь ко мне?»). N. Нимĕçсем пирĕн çине çĕрле пычĕç (подошли к нам). N. Ну, тарçăм, виçĕ апатна та эсĕ пĕр тапхăр çирĕн, пыр ĕнтĕ, тула тухса, хытăрах ĕçле, тесе каларĕ, тет. N. Эпир унта ялпа (не ялĕпе) пытамăр. N. Пынă çемĕн пырас килет. N. Пырах сӳреççĕ. Юрк. 18. Пыр халĕ, лешне пĕр савăт илсе кил, кĕрешес уммĕн пăртак ĕçсе пăхам! (эрех илме хушат). Ib. Ку улпучĕ нумай та шухăшласа туса тăмаст: пуçа çăмăл пулат пулсан, пыр халĕ, пĕрер савăтне кӳрсе пар, тет. Кан. Ăна алăран алла çӳретеççĕ, пыни пĕр эрне çитес умĕн, вăл «Капкăн» мунчалах пулса каять вара. N. Тĕтĕм сан çинелле пырать-çке. || Поступать (о деньгах). N. Унтан ку çын патне кашни кун темĕн чухлĕ укçа пыма пуçларĕ, тет. (Из сказки). N. Çырма та ал пымас ман халĕ топă сассипе. || Находиться в том или ином возрасте. Юрк. Асли, ывăл ачам, чупса çӳрекен пулчĕ, 2 çулта та 4 уйăхра пырат. || Годиться. N. Сӳрене тиха пырат. КС. Суха-пуç пымаст (плохо пашет). N. Пыман суха-пуç пек. Беседа. Навус хырма тытăнать, кĕреçи хырнă çĕре пымасть. || Итти замуж. N. Эсĕ мана ху юратса тухса пытăн. Лашм. † Хамăр ялăн ачисем сар ача, ан авланăр — хамăр пырăпăр. ЧП. Хĕр пырать те, хăй илмес. N. Хĕрсем пымĕç (за меня). Пазух. Ют ял ачи куç хĕсет, мана пырать, тет, пулĕ; пымăп çавă эп сана, манăн савни ялта пур. ТХКА. 87. Наçтаç аки пур, суя ятне илтес çукчĕ, пырап тени хупларĕ. || Лезть. К.-Кушки. Кушак çурисем амăш патне пĕр-пĕринчен ăмăртмалла пыраççĕ. Котята наперерыв лезут к матери. Орау. Выльăхсем епле те пулсан шыв хĕрнеллех пырасшăн. Скотина лезет к воде. || Сопровождать. Бес. чув. 10. Хăш чух тата çынсен мулла хыççăн «эллах – эк-пер, эллах — эк-пер», тесе пынă сасă илтĕнкеленĕ.|| Размножаться; водиться. Орау. Хурăн хуллипе выльăха çаптарма хушмаççĕ; выльăх пымаçть, тиççĕ. Выльăх пыманни (ĕрчеменни) кил вырăнĕнчен те килет, тиççĕ. Ib. Вăсен выльăх пымаçть. Альш. Кил-çурта чавка илешсен, выльăх чĕрлĕх пырать, теççĕ. ЧС. Аттепе пĕр тăван пиче уйăрăлнăранпа пирĕн лаша пыми пулчĕ (не стали водиться лошади, падали). || Существовать, длиться, продолжаться. N. Вĕсен тĕрлĕ кирлĕ мар йăлисем халичченех пыраççĕ. ЧС. Çын çилли çакăнсан, тепĕр тавлăксăр каймасть, хăш-хăш чух виçĕ тавлăка та пырать, теççĕ. Кан. Çунасси вăтамран 80 минута пырать. Вопр. Смоленск. Уçă, çăмăл, нӳрлĕ çил вĕрсессĕн, йĕпе вăрăма пырать. Чума. Хăсса чарăнсанах, çын çăмăланнă пек пулать, анчах нумая пымасть. || Баран. 40. Хуппи (деревьев) мăкланса каять, вĕсем çинче курăк ӳсе пуçлать, çапах та йывăç кĕлетки нумайччен пырать. N. Халь пурнăç пырать. || Доставать, хватать. Изамб. Т. Пĕрре илсен, ун темиçе çула пырат. N. Çирĕп тусан, нумая пырать (надолго хватит). N. † Çаккăнта ĕçни-çини атте-анне çуртне пыминччĕ, çамрăк пуçа хĕсӳ килминччĕ. Ib. Ку укçа нуммая пымас (çитмес). N. Паян тытни (рыба) пырсан пĕр çур çула пырĕ, малашне мĕн тăвăпăр? Т. IV. Эрне кун çĕнĕ çăпата сырсан, çăпата пĕр эрнене анчах пырат, теççĕ. || Стоить, значить. N. Ах, ырă çыннăм, эсĕ апла калатăн, пирĕншен пыр иртни те тем пыратьçке. Кан. Ларса юлни пырах та пырать те, тульккĕш вăл чăвашсемпе калаçма пĕлмест... || Употребляется в качестве вспомогательного глагола. Ой-к. Сенре (= сентере) тăрăнчен шуçса пынă чух (при передвижении) алла темĕскер перĕнчĕ те, тӳнчĕ карĕ. СТИК. Тарса пынă чухне ярса илчĕç. Ib. Чупса пынă чух такăнтăм ӳкрĕм. Ib. Тарса пынă çĕртен тытнă (указывается на то, при каких именно обстоятельствах пойман). Ib. Тарса пынă çĕрте çăкăнса (= тирĕнсе, тăрăнса) аннă. Ib. Чупса пынă чухне такăнтăм та, лач! ӳкрĕм. Бес. чув. 5. Ăна пурăнăç хăех вĕрентнĕ; мĕн тăвассине, мĕнле пурăнассине пурнăç хăех кăтартса пынă. Изамб. Т. Ул хăй хытă килет, хăнчен вут тăкăнса пырат (огненное явление). Альш. † Эпир кайса пыратпăр, курса юлăр куç тулли. Н. Якушк. † Сирĕн савнă тăванăр кайса пырат, пит инçе кайиччен курса юлăр. Букв. 1908. Шывĕ тăп-тăрă пулнă. Хурсен урисем курăнса пынă. 1904. Çапла чупса пынă çемĕн эпĕ хам умра мĕн пуррине курман та, шыв лупашкине лап! кĕтĕм ӳкрĕм. Регули 9. Вире (в гору, в знач. возраста) пырать, ватăла пырать. N. Вилнĕ çынна пытарсан, пӳрт урайне, сакăсене алăк патĕнчен пуçласа тĕпелелле çуса пыраççĕ. Кожар. Эпир вăрласа кайман ăна, пирĕн пичей вăрласа пынă (украл) ăна, калама килтĕмĕр, тенĕ. N. Ун та вăл териех сарлака юхмас (вода), навуспалан пĕвелесе пынă ике енчен те (запружено). N. Шыв тумламне яка çĕрте пӳрнепе ăçталла илсе пыран, çавăнта пырать. О земл. Çав майпах çĕр ĕçĕ те ăстаран ăстана кайса пырать (все улучшается). N. Акă çуркунне сывăхарса пырать (приближается). N. Вĕсем тухни виçе уйăх иртсе пынă, анчах ниăçта та пĕр çĕр татăкĕ те çук. Пазух. Эпирех те кунтан кайса пырсан, шăпăртатса юхĕç куççульсем. Ир. Сывл. 26. Ытарма май çук кунсем таçта юлса пыраççĕ. Ib. Пĕчĕкçеççĕ кимĕсем... юлса пыраç пирĕнтен. Юрк. † Каяс вăхăтăм çитсе пырать (приближается). Ib. † Урампа маюр иртсе пырат (проходит), çта пырассине пĕлмес. N. Кайран, пурна-киле, çав Çумак шурĕнчи çĕр типсе пынă (высыхало). Торган. Рамри юр кайсах пырать (снег сходит), шывĕ те вăйлăланса пырать. Орау. Ачасем ӳссе пынă çемĕнĕн пурнăç каялла каять. (Напис. в 1907 г.). Б. Олг. Эс ман патра порăн, ойăхне виç тенкĕ тӳлесе пырăп; ман патра ан (= авăн) çапса порăн, ан пĕтериччен, виç тенкĕ хоратăп сана хак. Хурамал. Вăл салтак мĕн пур тупнă укçине ялан ĕçсе пĕтерсе пынă, тет. ЧС. Хай пирĕн тете кунсерен йывăрланса пычĕ... (все более и более расхварывался).

пике

(пигэ), барышня, барыня, гоопожа. Кĕвĕсем. Ай-хай хамăр тантăшсем пурте Питĕр пикисем. И. С. Степ. Пике — барышня, молодая дама. Сенчук. † Сарă хĕр те пике мар, чуп тусан та çылăх мар. Янтик. † Ĕнтĕ пике лайăх, пике лайăх, пикерен те лайăх аппам пур. Ст. Чек. Пике — по внутренним качествам — воплощение кротости, невинности, чистоты сердца; по внешности — чаплă, илемлĕ. Ib. Хăрхам пике хĕр пулчĕ, пике хăрхам пулчĕ. (Из сказки «Пикепе Хăрхам»). Ib. Ху ларатăн вырăнта, яту çӳрет пикере (= яту çӳрет лайăхра). N. † Çын-çын урлă курăнсан та, ырă пикенĕн курăнан. Емельк. † Нар пек чĕре шуралнипе пике пек туçсăм сивĕнчĕ. Бур. † Хĕрне илсе тухăпăр, пике туса кĕрĕпĕр. С. Тим. † Çакă ялăн хĕрĕсем тăра-а-ççĕ пике пек. Алших. † Алших хĕрĕ пике пек, икĕ пичĕ чие пек, тытса çиес çырла пек. Макс. Чăв. I, 65. Ырă пике пек аппăна епле ытарса хварăн-ши? Альш. † Элшеллийĕн хĕрĕсем Питĕрпурăн пикисем. Ib. Ун умĕнче (перед купăсçă, скрипачом) икĕ хĕр пике пек. СПВВ. ЕС. Пике — пит лайăх, илемлĕ, хитре сăнлă-сăпатлă хĕр. Ку сăмаха хĕрарăмсем пĕр пĕринпе тавлашнă чух: ман хĕрĕм пике те, теççĕ. СПВВ. † Яту çӳрет пикере. Н. Лебеж. Ай тетеçĕм, хуçаçăм, ай инкеçĕм пикеçĕм. N. † Пике тĕслĕ аннене тăхлачă туса лартрăмăр. Янтик. Ай-ай, эс пике пек ларан-çке, ик алла арăк çине хурса! Ĕçлес пулать пăртак, эс пике мар. N. Ак çапла каларĕ, тет: эпĕ — пике, ăçтан çав çавăрăнакан кăлтăрмач çинче пурăнăп, терĕ, тет. Зап. ВНО. Аван пусан, пикешĕн, усал пусан, хĕрхăншăн (для девья). Тăв. 59. Çапла пĕрмай йывăр ĕçре çитĕннĕ сатур, пике пек хĕр пулса тăна. N. † Эпир Питĕр пикен йăмăксем. СПВВ. Пике — почетное название девушек (как йĕкĕт для парней). Ib. † Пĕвĕмех илемлĕ, сăнăм хитре: пике-им? тесе ыйтаççĕ. Пазух. Çакă ялăн арăмсем ыр пикенĕн курăнаççĕ. Альш. Пике, кажется, употребляется в смысле «пукане». Ал. цв. 1. Тата çак хуçан пике пек виçĕ хĕрĕ пулнă. Ib. Эй хĕрĕмсем, савнă чунăмсем, чипер хĕрĕмсем, пикемсем. || Яз. имя женщ. Ялюха М., Демидов. Ск. и пред. 105. Пике ятлă хӳхĕм хĕр Ст. Чек. Пике (сказочное имя).

пикен

(пигэн, пиг'эн'), энергично приняться, браться, начинать, приступить к чему-либо. Баран. 42. Харпăр хăй ĕçне пикенет. Ib. 150. Славянсем патне пырса кĕрсен, вĕсем ĕçе ĕçлеме пит пикенсе тытăннă. Ib. 54. Анчах пикенсе тарнă хутран Тарас чарăнать те, сасартăк кăшкăрса ярать. Истор. Халех пикенер: хамăра хамăр хĕрхенес мар. ЧС. Манăн йăмăк вилнĕ сурăхшĕн пикенсе йĕрет (настойчиво, горько плачет). ЧП. Чипер инке пикенсе вăрçат-çке (настойчиво бранится). N. Акă пикенер те, вун пус хурса кĕнеке илме ярар. Бюртли-Шигали. Кулача çиме пикенеттĕмĕр. Ib. Ларсан-ларсан, вара пикенетчĕ юмăç пăхма. N. Икел шӳсе çитĕннĕ, çурăлнă, çĕрелле тымар янă, çӳлелле ӳсме пикеннĕ. N. Праçник кун хĕрарăмсем ирех çимĕç пĕçерме пикенеççĕ. Истор. Кун каçиччен виç хут чарăнса, виç хут çĕнĕрен пикене-пикене вăрçнă. Ib. Çав тĕлтен вырăссем хулана çĕмĕрсе кĕме пикеннĕ, анчах патша кĕме хушман. Ib. Вăрра пикеннĕ. N. Вĕсен ашшĕ вилме пикеннĕ (собрался), тет. Ст. Чек. Пикенсе ĕçлес, старательно работать. N. Вара тата пикенсе хывма тытăнаççĕ. Изамб. Т. Унтан вара пикенсех вырма каяççĕ (принимаются как следует). См. хыв. Четпути. Сысна çитерме пикенсен, сысна витине епле те пулсан таса тытма тăрăшас пулать. Ст. Шаймурз. Çиленсе пикенсе каят ачасене илмешкĕн. Кан. Аха, эс пирĕн укçапа сутă тума пикеннĕ иккен-ха, теме пуçларĕç. Юрк. Пикенсех кайса курам. СПВВ. Пикенмешкĕн тесе, пĕр-пĕр ĕçе пĕтĕм вăйпа тума тытăнсан калаççĕ. N. Тепĕр кун ирех тăчĕç те, каллех канав алтма пикенчĕç. Ст. Чек. Каç пулсан, арçури лаша çинчен анма пикенчĕ. N. Ĕçĕм çырли пуçтарса çӳрекен çынсем хыçĕнчен, юлашкине пухса çӳренĕ пек, пуринчен кайран эпĕ пикенсе тăрăшрăм. Янш.-Норв. Вĕсем (родители парня) вара урăх хĕр çинчен пĕртте шухăшламаççĕ, пĕр çавăн çине анчах пикенеççĕ (устремляют свои мысли). N. Халĕ лаша çинче вăрçма пикенетпĕр. Баран 80. Карнă парăсĕ малалла шума пулăшмасан та, унăн ураписем пикенсе малалла кусаççĕ.

пилĕк

(пил'эк'), поясница, талия. N. Вăсам мана пилĕк таран çĕре авăтса кӳртсе лартрĕç. N. Унтан тĕпĕр кунне виççĕмĕш ывăлĕ каять, тет, вăл вара пилĕк таран çитерет, тет (где трава по пояс). Юрк. † Аллисенче перчетке, пилĕк çумĕнче нухайкка. Ib. † Пилĕк тытса ташланă чух, икĕ каччă курĕç-ши? Икĕ каччă курсассăн, кăчăк туртса илĕç-ши? и пр. Ib. Пилĕк таран пĕшкĕнсе тăраççĕ. N. Пур çĕрте те пилĕкне тăсмасăр, кунĕн-çĕрĕн ĕçлет. Сред. Юм. Тыр вырнă чохне, апат çисен, пилĕк тăсас тесе, пăртак выртса çывраççĕ. Шорк. Пилĕк чăсас, отдохнуть и закусить (во время жатвы к вечеру). Б. Яныши. Эпĕ йăпăр-япăр чупса кайрăм та, пилĕк таран çĕртен чупса пуртăм. Сёт-к. Хăрах аллине пилĕке тытнă, хăрах тотине чăснă, çăварне карнă (молочник). Якейк. Ачасам, пилĕк кантарма лармала та поль! (Каçхи апат çима ларнă чох мăн çынсенчен пĕри калать). Ib. Ах, пилĕк касать-çке! (Боль до родов у женщин). . Арăмсен ача тăвас умĕн пилĕк каса пуçлать. Ib. Арçынсен пилĕк ыратсан, кулса: сан пилĕк касать-и мĕн, теççĕ. Ib. Пилĕкне чĕн-пыççи çыхса пыр (опояшься). N. Пилĕк тытни, схватки у беременных. N. Пилĕк тытать, пилĕк касать (кас касать, тăтăш касмас). Пазух. Кăçал илнĕ çĕнĕ-çын, тырă вырма тăрсассăн: çурла касмасть, теминччĕ, пилĕке тытса тăминчĕ. N. † Хамăр ялин ачисем хут çыракан тиек пек, пилĕке тытса çӳреççĕ (подбоченившись). Альш. Пилĕкĕсене тытса тăрать, стоит фертом. Ib. Пилĕк тытат (потуги у женщин). Тайба-Т. Пире çырнă çын хĕрĕ пилĕк çинçе, куç хура. ЧП. Пилĕкĕ çинçе пултăр, тет. Ib. Çинçе те пилĕкçĕм... Альш. Йинкĕшĕ калат: пилĕкĕм питĕ, питĕм шурă, шывран тăрă., çипрен çинçе; питме намăс кӳрес çук. Ачач 5. Пилĕкне унне хытăран та хытă касма тапратать. Н. Лебеж. † Пилĕк килĕ Çирĕклĕ, пилĕкĕсене тытса юлчĕç. С. Тим. † Пилĕк тытса ташлама çут пиçиххи кирлĕччĕ. N. Пилĕк таран тайăлса йăлăнни. Собр. Туман тиха пилĕкне ан хуç, теççĕ. N. Туман тиханăн пилĕкне ан хуç, теççĕ. N. Хăшĕ пилĕк çумне хĕстереççĕ, хăшĕ хулпуççи урлă çакаççĕ. БАБ. Пилĕкне хытă çых, ăсна хытă тыт. (Ку сăмаха хĕрсене калаççĕ). Альш. Пилĕке арçынсем пысăклăх (пиçиххи, кушак) çыхаççĕ. Урож. год. Пилĕкне хытă çыхать, ăсне тирпейлĕ тытать. Калашн. 8. Ак хаяр çилĕлĕ патшана çапла пилĕкрен пуççапса Кирипей калать. N. Пилĕкрен тарăн юр çинчен кайрăмăр. || Каша. † Купăсăр çийĕ сарă иккен, пилĕкĕ тĕлĕ хура иккен. || Перешеек. Орау. Атăл çинче ик утă (остров) пĕр-пĕринпе пĕр шурлă çинче пилĕкпе пĕрлешсе тăраççĕ (оба острова соединены узким болотистым перешейком). || Участок земли. Мункачи 42.

пирки

(-ги), по причине, из-за (послелог). Кон. Вăхăтра çумăрсем пулман пирки, купăстасем начартарах. Беседы. Хамăр ухмах пирки савăнăç вырăнне пысăк хуйхă тупса ларатпăр. Ыраш 6. Те ир пирки — çанталăк сивĕрех. N. Вăл вĕсем килес пирки кунĕн-çĕрĕн унта-кунта чупкаланă. Кратк. расск. 28. Çав суран пирки хулара пурăнма юраман ăна. Перев. Çапла вăл (медведь) хăй ăссăрлăх пиркипе ăшă тирĕпе тӳленĕ. Регули 1100. Он пирки (сан пирки) мана ватрăç. Бес. чув. 2. Вăл çакăн пек çул нумайĕшне сиен кăтартнине, кун пек çулта çын алли пирки нумай лаша пĕтнине лайăх пĕлнĕ. N. Шăннă пирки шăммăм-шаккăмсем чарăнмасăр сураççĕ. СЧУШ. Çапла вара упа хăйĕн ăссăрлăхĕ пиркишĕн ăшă тирĕпе сапланă. Кильд. † Ах, аттеçĕм, аттеçĕм, ăшлăтуллă алсăна ĕçкӳ пирки (= ĕçкĕне пула) çухатрăн. Чăвашсем 8. Çавăнпа вара чăвашсем ачасене ӳссен ятлаççĕ: сирĕн пиркĕр эпир юмăç патне кайса нумай тăккаланса пĕтрĕмĕр, теççĕ. Юрк. Укçа пирки пит хуйхăрса тăнă вăхăтра хай Миките Микулайĕ ывăлĕнчен çĕр тенкĕ укçа янă пирки хыпар илет. Ib. Санăн ĕçӳ пирки çӳре-çӳре атă пит çĕтĕлет, тет ку та, урăх нимĕн сăмах калама вăтанса. ТММ. Хырăму пирки çурăмсăр юлăн. Трень-к. Шкул хамăр ялта çук пирки, мана хут вĕренме аттесем «Чăкăра» еçсе (= леçсе) ячĕç. Эльбарус. Эпĕ çав çырманалла хыттăн ĕнесене хăваласа чопса аннă чохне, чăнкă пиркипе чикеленсе, йăваланса, çохăрса анчах çырма тĕпнелле анса карăм. N. Курнă асапсене тăван мар анне юратман пирки куртăм. Ядр. Эпĕ ыйхă пирки лашасем пăхма кайман та. Сред. Юм. Ним пирки те мар. Пахча çим. 2. Пирĕн ялсенче кил-çуртсене тĕрĕс лартман пиркипе пахчасене те çавăн пекех ăçта кирлĕ вырăнсене тăваймаççĕ. || Относительно, о, об. Кан. Çĕре пытарнинчен аванни пирки каламалли те çук. Пролей-Каша. Хир пиркинчен, в отношении земледелия (не мастера). N. Куç пирки, о глазах. Юрк. Çав ĕç пирки калаçса пăхсан... Орау. Çыру янă чухне çĕр пиркине те çырса ярăр.

питĕркĕç

(-гэ̆с'), запор, задвижка, засов. Сред. Юм. Алăк питĕркĕç тăвас пôлать, хамăр тохса кайнă чôхне питĕрсе хăварма кирлĕ. Юрк. Алăк питĕркĕçĕ. Изамб. Т. Питĕркĕçе питĕр, питĕркĕçе уç. См. питĕркĕчĕ.

пичет

(пиζ'эт), печать. Сред. Юм. Кан. Тата пичет пекки те пуснă пулнă. Было приложено что-то вроде печати. N. Пичет пуснă (чул çумне). АПП. Шывĕсене выртса ĕçнĕ чухне питĕм çумне пичет çыпçăнчĕ. Собр. † Пичет куçлă (с печаткой) çĕррĕм пур. К.-Кушки. Эп хама пичет тума патăм. Я заказал печать. || Отпечаток печати. К.-Кушки. Çыру çинчи пичетне пăснă пулнă. Печать на письме была сломана. Кан. Пичете ватса кĕрсе, çейм заçетанине уçнă. || Печать, печатание. Кан. Вăл хамăр ĕçлесе çитерейменнинчен те, Чăваш кĕнеки уйрăмĕ пичете пама хатĕр кĕнекесенех алăран алла çӳретнĕ пирки те пулнă. || Забрушка. Торх. Пичет касмалли çĕçĕ, пчеловодный нож для запечатания сотов.

пул

пол, быть существовать, делаться, совершаться, становиться, превратиться. Регули. 579. Ку япала полмасчĕ паян, эп она турăм. Ib. 582. Полман (туман) полсан, кирлĕ мар. Ib. 89. Вăл ĕç поласси такçан полать. N. † Ырă çын ывăлĕ-хĕрĕ пулам-и, ырă çын умне тăрса юрлам-и. С. Мокш. † Сăвăрсан тулă пулмастăп-ши? Шухăшласан ырă çын ачи пулмастăп-ши? Сред. Юм. Каç полса килет. День клонится к вечеру. Ib. Каç полса пырать. Ib. Санран та япала пôлаймарĕ ĕнтĕ. И из тебя ничего путного не вышло. Ст. Шаймурз. † Пирĕн аттен турă лаши, çула тухсан пырас пек. Ib. Шурăлă-кăваклă килет — çăвайинччĕ шурă юр пулса, калпакне тăхăнса хĕр пулса, килейинччĕ савнă тус пулса. Якейк. † Полас, полас, поласах, çак ял кĕрӳш поласах, полас мар-тăк, порнас мар, çак ял хĕрпе калаçас мар N. † Е пулайăп, е пулаймăп, сире урăх кураймăп. N. Никамăн та унта пăр пулман, вĕсен пулнă. Кругом ни у кого не было льда, а у них был. N. Пушă пулмарĕ, тата нумай хăваласа тухнă пулăттăм! N. Унта шыв пулмалла. Кан. Ара ку хамăр сурăх пулмаре вĕт! Пĕтрĕмĕр!.. N. Паян çăмăр пулĕ тен. Сегодня пожалуй будет дождь. Виçĕ пус. 22. Вĕсен чечекĕ лĕпĕш майлă пулнă пирки лĕпĕшкурăксем теççĕ. Ib. Нумайĕшĕ тата вĕсенчен вăрăм тымарлă пулать. Б.-Яуши. † Сиксе пырса чуп тума, инке чипер пулинччĕ. Кан. Кунта темиçе çĕр купа пулас утă сая кайса выртать. Сунт. Лисук пултăн-и-ха эсĕ? Паллаймарăм. Орау. Паян мĕн кун пулчĕ-ха, атсемĕр. N. Çырнă çырнах пултăр ĕнтĕ. Ау 294. † Çĕр-çырлисем ӳснĕ чухне тĕрлĕ курăка çавăрат, ĕмĕр пулсан çаврăнăпăр, хĕвел пек çутăлса. К.-Кушки. Кăвак лаша пулманни турă лашана вăй килет, тăван атте пулманни тăван аннене вăй килет. Собр. † Улача кĕпе пулас пулсан, тăхăнмăттăм эпĕ шурă кĕпе. N. † Кĕмĕл çĕрĕ пулĕ, пысăк пулмĕ, вăта пурнене чух юрĕ; пирĕн тăван пулĕ, пысăк пулмĕ, кĕреке умĕнче ют пулмĕ. Тим.-к. Окçини улах пулнă тет, варли пырса кĕнĕ, тет, шурă хĕрĕлли чашкипе мăйăр лартса панă, тет. Календ. 1903. Хăш чухне уйăх çĕрпе хĕвел хушшине пулать те, хĕвеле пиртен хуплать. N. Ах, эсĕ е сивĕ, е вĕри пулсанччĕ. Регули 268. Вăл онта полмин лайăхчĕ. Ib. 390. Эп тарçă полăп. Ку манăн полĕ. Ib. 393. Эп сумар пулăп. Эп пĕччен полăп онта. Ib. 398. Эс килтĕн он чох, вăлсам вăрманта полнă он чох. Ib. 571. Эп те вăлсампа онта полтăм. Ib. 397. Хăнча ман окçа полĕ, ончох кил. Ib. 678. Он чохне татни полĕ. Ib. 352. Он чохне татса хонă полĕ. Тогда уж будет нарублено и сложено. Ib. 353. Эс онта пырсассăн, пĕтернĕ полĕ. Когда ты туда придешь, (уже) будет кончено. Изамб. Т. Унтан е аллă, е утмăл пулĕ, теççĕ. N. Ман тĕлĕшрен пăртак та пулин кăмăллă пулăрах. Якейк. Э-эй, эс ĕçсех начарланса карн-çке (= кайрăн-çке), порнăçна пĕтертĕн-çке! — Полăпăрин тата. Сала 80°. † Вăштăр-вăштăр çил верет, карта айĕнчен вĕрет вăл; мăкăр-мăкăр сăмахсем, пирĕн çинчен пулать вăл. N. Сылтăм пит — çăмарти кĕçĕтни коласса полать. Цив. † Çӳлти акăш çуначĕ чухрах пулĕ пуласса; пире çырнă ачасем чухрах пулĕ пуласса. N. Сирĕн аçу-апу полĕ? || В качестве вспомог. гл. Юрк. Ку вырăн пулат-и? Разве это усадебное место? (т. е. это дрянное место и не годится для житья). Ib. Епле çук пулат?.. Пур! Кунта сĕтел çине килсе ларт, тет. Ib. Пĕр пусси кăна пур (только есть колодец на усадьбе). Шыва таçтан аякран тултармалла мар. Шыв пирки никампа вăрçма пулас çук пек туйăнат. В. С. Разум. КЧП. Хресчен пулмалла пулас пулсан, пире нумай çĕр ĕçлемелли япаласем кирлĕ пулать. Если нам придется крестьянствовать, то нужно будет приобрести немало земледельческих орудий. Регули 324. Он чохне эп килте çок полатăп (у др. килте пулмастăп). Ib. 394. Эс кам конта? — Эп тарçă полатăп конти. Тăв. 50. Вĕрентĕр, пирĕн пек суккăр пулнин ырри çук-çке. Коракыш. Вара арăм шухашланă: ку ахаль çын пулмарĕç (это не простой человек), тенĕ. В. С. Разум. КЧП. Вăл та ĕçлĕ пулса ларать. || Бывать. Баран. 133. Мĕнле шыв пулать. || Происходить. Баран. 134. Çил мĕнтен пулать? || Быть возможным, осуществиться, совершиться, приходиться. Юрк. Пулĕ те çав. Возможно, что это и так. В. С. Разум. КЧП. Пасар ытла пысăках мар, утса тухма пулех (пройти вполне возможно). N. Çук, пулмас пуль. (Отказ исполнить просьбу). N. Манăн сана курасси урăх те пулать, те пулаймасть. Регули 362. Онта ĕçме полĕ квас. Там можно будет попить квасу. Ib. 363. Ыттине тума полмĕ, кона тума полĕ. Прочего сделать нельзя, а это можно. N. † Çăварни çитмеç терĕмĕр: çитрĕ, полчĕ, иртрĕ поль, сисмесĕрех йолт(ă)мăр поль. Коракыш. Пулмаçтех (это невозможно)! тесе каларĕ, тет. Изамб. Т. Ачасем! капла пулмаст, эпир кĕтӳ йĕри-тавра саланар. N. Паян та кайса пулмарĕ (не пришлось итти). N. Санăн киле килмеле полмĕ-ши? Юрк. Карачăмĕ киле таврăнасшăн мар. Малашне те çапла вырăнтах слушит туса пурăнма пулат (возможно будет). Ib. † Шыв варринчи юпа çинче вĕçен-кайăк юрлат-çке. Элле пулас, элле пулмас, тутлă ăйхăм юлат-çке. Шугур. Мана вăл ялта ӳсме пулмарĕ (не пришлось). Ст. Чек. Ăна курса пулмарĕ (не пришлось). Ib. Эх, курса пулмарĕ ăна. N. Вăрман нумайччĕ, юпасем те килĕшсе çӳренĕччĕ, çурт тăвас тенĕччĕ, çĕвĕ вырăна куçса пулмарĕ иккен. Сред. Юм. Санран полать-и вара она тăвасси! Тебе ли это сделать! N. Окçасăр порăнма полать. Турх. † Çак тусăмсем умне пĕр тăрсассăн, куççӳл тăкăнмасăр пулаймĕ. Хурамал. Сиртен пулать-и! Вам ли это сделать. N. Касса хонă йоманне тĕнĕл тума полмарĕ. Орау. Мĕнле пурнас пулать апла? Как же это можно жить так? М. Чолл. Сантан илсе тухма пулаймас, хамăн кĕрес пуль. Орау. Вăл хута пама кăшт пулăшакан пулсан, илме пулать те, пулăшакан çук. || Иногда передается по-русски: быть нужным. Регули 373. Энер онăн килес полатчĕ. Ib. 1426. Онăн ир килес полатчĕ, вăл хальте çок. Ib. 374. Кона конта исе килес полмасчĕ, эсĕр конта исе килтĕр. Орау. Ман та паян чей ĕçмелле пулать (приходится пить чай). ЧС. Çынсем сĕт-турăх çийĕç ĕнтĕ, эпир вĕсен куçĕсенчен пăхас пулат (смотреть на них или просить у них). || Родиться. Юрк. Малтан авланнă ывăлийĕн ачисем те пула пуçлаççĕ. || Уродиться. Чхейп. Акнă тырă çине вăхăтра çăмăр çуса шӳтермесен, пулас тырах пулмаçть. ТХКА 85. Шураçăн, пулнă çулсем, тырă лайăх пулать. Альш. Утă пулнă çул питĕ аван пулать (там). Бюрганский. Вăл йăлана пăрахсан, пире пит йывăр пулмалла, теççĕ, — тырă-пулă пулми пулĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчемĕ (из рассказа о прошлом). || Поспевать. Якейк. Паломми полма пуçлать (начинает поспевать). Хурамал. Тулă пула пуçласан, тилĕпе упа кайнă тулă патне. Якейк. Ах, ман сӳс лайăх полнă. Он сӳсĕ полиман-ха. Ib. Сӳсе, полса çитсен, шура (= шывра) выртарма йорамаçть, çĕрсе каять. В. С. Разум. КЧП. Улмийĕсем йывăç çинчен пула-пула тăкăнаççĕ. N. Ыраш пулаймасан, пырăп-и тен; ыраш пулсан (если поспеет), пырасси пулмас. Баран. 154. Кунта ӳссе пулнă йĕтĕн пит хака çӳрет. || Зачитываться. N. Пĕр тенки тепĕр уйăхшăн пултăр. || Быть готовым. Орау. Пирĕн хуттăрсем пулнă-и? — Çук-ха, юнкуна тин пулаççĕ (будут готовы на среду, в среду). Ib. Пери-пĕри япала тӳрлетсе пĕтерсен, тепри ăна кĕтекенни: пулчи? тесе ыйтать. N. Вара мăн-кĕрӳ, виçĕ тапхăрччен кайса, çамрăксан (молодых) алăкĕнчен таккать, çапла каласа: пулчи? Тесе. Орау. Сăмавар пулман халь (не готов, не на столе). Ала 21. Иван, эсĕ пĕре те ан хăра, пĕр хăрамасăр вырт та çăвăр, эсĕ тăнă çĕре карап пулĕ (будет готов), тенĕ, тет. Йӳç. такăнт. 14. Ну, çитет сире паян! Чарăнăр!.. Карчăк, пулчи санăн? Ib. 15. Ман пулнă. Манăн пулчĕ. С.-Устье. Паян пулчĕ, ыран пулчĕ, туй тума вĕрем çитрĕ, тет. || Деваться. Халапсем. Манăн вара пурттăм ăçта пулчĕ (куда делся)? Н. Карм. Шăппăр таста пулнă (не знаю, куда, делась метла), урай шăлма; витере-тĕк (если в конюшне), илсе кил-ха. || Очутиться. Якейк. Пĕре ора шуса кайсанах, çырма тĕпĕнче полăн (полмалла). N. Хăйсем ялĕ таçта ту айне пулса, курăнми пулса юлат. || Казаться. N. Вĕсем мана пĕтĕмпех пĕлмен çынсем пек пулчĕç. || Оказаться. Абыз. Виç валем пек пуçĕ пулчĕ, улт купа пек кĕлетки пулч (у убитого змея). Регули 585. Ку лайăх полчĕ она. || Доставаться. Янтик. † Ах, йыснаçăм Якку пур, сана пулас хĕр марччĕ, такçтан телей çавăрчĕ. (Свад. п.). N. † Ир те пулат, каç та пулат, каçа хирĕç çил пулат; ик хура куç сана пулат, килсе курсан мĕн пулат. Лашм. Сан пекки мана тата пулĕ, ман пекки сана урăх пулас çук. Якейк. Ман виç тенкĕ окçа онах (санах) полчĕ. || Попасть в наказание. Якейк. Полчĕ ĕнтĕ коншăн мана. Достанется мне за это. Регули 587. Сана полатчĕ те, эс килимарăн. КС. Полать сана мантан! Попадет тебе от меня. || Удаваться. Ст. Айб. Выльăх-чĕрĕлĕх пăхмасăр пулмасть, теççĕ. (Послов.). N. Мункуна киле таврăнасшăнччĕ те, пулмарĕ (не удалось). Кубня. † Анкарти хыçĕнче тилĕ юртать, хуса кӳртсе пулмĕ-ши? Пулмарĕ пуль çав хуса кӳртесси (не удалось, видно). Ау 64°. Эх, пулмарĕ иккен! Не удалось! N. Сире курасси пулмасть пулĕ? (не удастся). || Сбыться. Чăв. й. пур. 19. Ăна çав ашшĕ калани чăнах пулнă (сбывалось над ним). || Случиться, совершиться. Актай. Ту-ту ула ут, çула пулса вилми ут, ту хăпарса ăвăнми ут. (Кăткă). Альш. Ывăлĕ хăранипе каласа хурать, тет, старастана улĕм мĕн пулмасса (сообщает на всякий случай старосте, предупреждая, кабы чего не случилось). Регули 590. Халь йăвăр çолсам полчĕç (килчĕç). Букв. 1904. Темĕн, ачам, пурте чăн-ши вара вăл унта, терĕ. Çак ялта акă иртнĕ хĕлле чăнах та пуласса та пулчĕ ун пекки. Юрк. Лешсем те темĕн пулчĕ-тĕр, тесе, хăраса пӳртрен хăшĕ турчăка, хăшĕ ухват йăтса тухса, ăна: сана мĕн пулчĕ? тесе ыйтса пĕлеççĕ. || Быть занятым. Алших. † Тек авăнпа пулас мар, паранкă кăлармасăр юлас мар. || Притворяться, делать вид. Панклеи. Ачу (сын твой) килнĕ çĕре эсĕ чирлĕ пулса вырт (притворись больною). N. Лешĕ мĕн те пулин вăрланă пулать. Тот делает вид, что украл (в игре). Регули 171. Эп те ĕçленĕ пек полам. Ib. 335. Эп тытнă полтăм. Ib. 336. Вăлсам çине кала, вăлсам тытнă полччĕр, эпĕр мар. Ib. 361. Эп çакна тума полам. Ib. 360. Конпа çирĕм лаша вăрланă полам. || Обещать, обязаться. Юрк. Унта çынсене хăйпе кĕрешме чĕнет, хăйне çĕнекен çынна çирĕм пилĕк тенкĕ тӳлеме пулат. Альш. Вăрçĕччĕ, вăрçма юрамаст, мĕшĕн тесен вĕсем варçмасса пулнă. N. Пама пулнă. || Хотеть. N. Каясшăн пулнă. М. Карач. Вĕренсе тухсан, эпĕ пит вĕренме каясшĕн пулнă, вĕрентекен те пит парасшĕнчĕ. Çамр. Хресч. Мĕн тĕрлĕ эпĕ сана ярасшăн пулмарăм, çапах та эсĕ мана итлемерĕн. Как ни старался я удержать тебя (дома), но ты меня не послушался. || Истопиться. Городище. Мунча пулнă. Баня истопилась. Сред. Юм. Мунча пôлнă. Баня истоплена, готова (можно итти париться). Ст. Семёнк. Кăмака пулнă. Печка прогорела. || Coire. Городище. Эп Ванюкпа пулман. || Употребляется в чувашизмах. П.-Сорм. Унччен те пулмарĕ, тет, тимĕрç-лаççи патне çитрĕ, тет, çав çĕленех. Йӳç. такăнт. 52. Эпĕ çитеччен те пулмарĕ (не успел я подоспеть), вăл тăвар кисиппипе янклаттарса та хучĕ. Ала. Çавă ача пӳрте кĕрсессĕнех, пушăтне пăрахаччен те пулман, ачана çапнă та ӳкернĕ. Юрк. Вăл эпĕ çапла каличчен те пулмарĕ, кĕнеке аллинчех тытса тăнă. Эпĕ ăна сăнаман та. Эпĕ çапла каласанах, вăл мана вулама кĕнеке пачĕ. Ib. Ăна пулсан, тăванĕсем, ял çыннисем, пурте начар çынсем пулнă. N. Эпир пулсан, пĕр пус та ярас çук. Мы на его месте не послали бы ни одной копейки. Якейк. Иван полса Иван мантан колать. На что Иван, и тот надо мною смеется. Сенчук. † Ай-хай куккамçăм, инкеçĕм, чăнах пулмалипе пулнă иккен. СТИК. Ĕнтĕ эсĕ ачупах пултăн! Ты там все возишься с ребенком! Ну уж ты спаслась там со своим ребенком. БАБ. Хайхи хушпусене: мĕн пулсан пулат (будь что будет), пытарса хутăм. Ib. Мĕн пулсан та пулат (что будет, то будет), эпĕ те юмăç каланă тăрăх туса пăхам-ха. Пшкрт. Мĕн полсан полат, тавай кĕрсе пăхăпăр. Хĕн-хур. Мĕн пулсан та пулĕ (что будет), сик: ура хуçăлнине тӳсĕн, вутра çунниех мар. Янш.-Норв. Хайхине, мĕн пулин пулат тесе, пĕтем вăйăмпа: уççах! тесе кăшкăрса ятăм (крикнул на волка, который крался к вутăш'у). Ib. Унăн пек хĕр эпĕ кун чуллĕ пулнăранпа та курман (очень хороша). Сред. Юм. Пиччĕш пôлмин, ашшĕ пôлтăр. Для меня не брат, будь хоть отец (все равно). Ала 12. Малалла вара ватă хуçанăн унпа пырасси-тăвасси пулман, тет. Толст. Санран çĕлесси пулмĕ. Не сумеешь шить. Шурăм-п. Мана: çакăнта лар-ха! тесси пулмарĕ. Сёт-к. Пĕр тапрансан полмĕ-ха вăл йоласси. Когда примемся за работу, то уж не будем оставаться дома (из-за незначительного дождя). N. Ырана валли çак стихотворение вĕреннĕ пултăр (вĕренсе хунă пултăр)! У меня, чтобы к завтрашнему дню выучить это стихотворение. Регули 1505. Эп хам тума пĕлместĕп полсан, вăл мана вĕренттĕрччĕ. Ib. 365. Çапла тăвăр, мана тытмалла полтăр. Ib. 442. Тытса полсан, исе кил. Ib. 443. Ман атти килнĕ полсан, сан пата ярăп. Ib. 448. Сумар полнă полин, мĕн ĕç? Ib. 457. Вăл корнă полсан, çиленнĕ полĕ. С.-Устье. Çавнашкал (такой-то) салтак килсен, укçа илнĕ ан пултăр (чтобы с него не брать). Альш. † Илтнĕ пулăр хĕр-çынсем: çулла каяс ан пулăр. Регули. 310. Эп онта порнатăп полсан, халь ман пата килĕччĕ. N. Порăннă полнă, тет, пĕр ялта пĕр карчăкпа старик. N. Санăн ачу вилмен пулнă, вăл сиве шăнса вилнĕ пек хытса кайнă пулнă, халĕ пӳртре ăшăнчĕ те, авă сывалчĕ.

пула

из-за, для; благодаря (послелог.). БАБ. Вăсене пула тăраниччен ыррăн çăккăрна çиейместĕн, тăраниччен ăйхана çывăраймастăн. Юрк. Пурте ăна, укçине пула, тайăлса пуççапса çĕлĕк илетчĕçĕ. N. Йывăçа пула пӳрт курăнмас. Из-за дерева не видно избы. КС. Сана пула ӳкрĕм. СТИК. Пырна пула выçă вилнĕ, тет; пыршăн çунакан выçă вилнĕ, тет. СПВВ. Кайăка пула пĕтĕм улăх шуйăхать (причина). Ир. Сывл. 15. Сана пула эп çӳçенсе илеп. Орау. Пасара пула паян кунĕпе выçă çӳрерĕм. Якейк. Апата пола ачая ӳкертĕмĕç (апат çима хăтланса). N. Кашкăр тилле пула хӳресĕр юлнине астуса илет те (попал), тилле ватма каять. N. Вĕсене (юлташĕсене) пула хăш чух ырра та тухаççĕ (молодые люди, дети). N. Атте-анне кăмăлне пула, хамăр ял çывăхĕнче вĕрентсе пурăнтăм.

пулу

быль. Утăм. Хамăр ялти пулусем çинчен асăнни.

пулмакайĕ

так что же, пусть. Юрк. 26. Пулмакайĕ, вĕсем хамăр прихутрисем, кĕсем ютсем! тет арăмĕ (упăшкине). Ib. Пулмакайĕ ирĕксĕр ĕç! тет (лакейĕ улпутне). Ib. Пулмакайĕ! Службăна пăрахса тата малалла вĕренес пулат.

пурăн

порăн (пуры̆н, поры̆н), жить, существовать, обитать, проживать. Орбаш. Мĕшĕн кунта пур çын та чул пулса пурнаççĕ (обращены в камень), мучи? тет. Ст. Шаймурз. † Пурăнас та мар çакă пурăнăçа, хамăр савнисене илес çук. НИП. Манăн чĕлхе, Шупашкарта нумай пурăнса, Шупашкар евелле кайнă пăртак. Сятра. Порнас текен порниман, тет, вилес текен вилимен, тет. Яргуньк. Унтан упапа шуйтан тухса тарсан, пӳрте кĕчĕ, тет те, халĕ те пулин хĕрпе икĕшĕ пурăна параççĕ (живут себе), тет. Тюрл. Маленьких забавляют, перебирая пальцы: — Епле пурăнас? — Пурăнăпăр-ха! — Кивçен илес? — Кивçен илсен, парса татасси. — Çиес те тарас! Альш. Темĕскерле вăл енчи çынсем тутарсем евĕрлĕ, мăкшă-ирçе манерлĕ пурăннăн туйăнатчĕ мана. Календ. 1993. Çапла ытлашши укçана кая-кая хурса, пĕр майлă пурăнакан çын та пайтах укçа пухма пултарать. Чет. Пути. Пирĕн асатте ĕмĕрне çапла пурăнса ирттернĕ. Эпĕ те çапла пурăнсанччĕ! тенĕ. Халапсем 31. Пурăнсан, юрать ĕнтĕ. Очень рад, что вы в добром здоровьи (ответ на приветствие). N. Халĕ те типĕ алăпах пурăнат. Она и до сих пор остается сухорукой. Кратк. расск. 18. Аçăр пурăнать-и сирĕн? тата тăванăрсем пур-и? тесе, тĕпченĕ вĕсенчен. Юрк. 24. Епле, Василий Васильевич, аван пурăнатна? N. Выльăхсем пурте пурнаççĕ, лашасем пурте пурнаççĕ. Орау. Эй, ухмах, пурăнчĕ-çке çав! Ах, как он роскошно жил! Регули 823. Эп конта пор(ăн) нăран та коримастăп она. Ib. 667. Вăл порăннă пӳрт çакă. Трхбл. «Пурăнатра?» — «Пурăнатпăр та, витĕр курăнатпăр" (Старая острота). ЧП. Пирĕн пек çамрăк, ай, ячисем пурăна киле ăс илеççĕ. ГРМ. Пурнан ĕмĕрте те (в жизни, на жизненном пути) миçе тĕрлĕ шутламалли ĕç те пулать. Кан. Ку хула ларнă вырăн шыв тĕлешĕнчен чухăн пурăнать (лишен воды). ЧС. Пурăннă кунăнта та (в течение твоей жизни) лайăх тумлантараймарăмăр пулсан та (тебя), ан ӳпкеле, ачам! (Плач матери о покойнике). Шибач. Конта, тет, пор-и тет, порăнакан? Здесь есть живущие? Пшкрт. Лайăк порнаттăр-и? — Лайăк халĕ, хусамăр лайăх-и? — Пер те (= эпĕр те) лайăх халь — Лайăк полсан, этлеме (= итлеме) те лайăк. Этем йăх. еп. пуç. кай. 102. Этемĕн пĕр йăхĕ аслашшĕсенчен упăтĕленсе пырса, пурăнма меслетленсе пынă, тепĕр йăхĕ этемленсе пынă. Юрк. Хулара пурăнсаттăм, хулари пурăнăç пит кансĕр пулчĕ. Орау. Мĕлле, аван пурнатри? — Пыратчĕ те-ха, ĕçĕ-халĕ ăнса пымарĕ-ха. N. Хурĕ калать: мана мăн шыв пулсан, пурнап эпĕ, тенĕ. Шемшер. † Ялта тӳрри порччĕ ман: мăн-çын пĕлесрен порăнмарăм. N. Эп ĕлĕк килте пурăннăрах чухне çил армансем çукчĕ. || Существовать, быть целым. Шел. П. 62. Çавăнпа ку япаласем çапла нумай пурăнаççĕ. Б. Олг. Ойăх порнат вăтăр кон. Вăл ик эрне толат, ик эрне çитсен катăлат, пĕчĕкленет. Хӳел пĕтме пĕлмест, порнат пер шотлах. КС. Эс унта кайсассăн, вăл пурнатне (-т'н'э), нурнмаçтне (-с'т'н'э) пĕлсе кил-ха. N. Ну, сывă пул, как-нипуть сывă пурăнмалла пул. || Обходиться. Кан. Пӳртре харпăр хăй алшăлипе пурăнаççĕ. || Находиться. N. Манăн пилет санра пурăнат-и? N. Йысни вăрçăрах порнать N. Вунă кун пурăнса тух. || Намереваться. Ск. и пред. 63. Тата çитменнине Кĕтерне те илесшĕн пурăннă тахăçантанпах. | Состоять (в должносги), служить. Н. Карм. Эпĕ халĕ хамăр ялта, Хурамалта учитĕлре пурăнатăп. N. Эс конта мĕн патĕнче порăнатăн? Орау. Ун панче порнат. У него служит. Баран. 83. Асли (старший) хуçа вырăнĕнче (за хозяина) пурăнать || Страдать (болезнью). N. Ĕслĕкпĕ порнап. N. Хам вар-виттипе пурăнатăп. || В чувашизмах. Якейк. † Ялти ыр хĕр пирн варличчĕ, порнас-илес тенĕ чох, тăрса йолчĕ — мĕн тăвас? N. Вĕсем пурте пурăнас-тăвас пулсан, хире нимĕнле тырă та акса илесси пулмĕччĕ || В качестве вспомог. гл. N. Вăл вĕт этем осалли, çынăн йоннеççе (= йонне ĕçсе) порнать. БАБ. Вăтăр çула çитичченех вăл утмасăр пурăннă (не мог ходить), тет. Трахома. Упăшки шăлакан алшăллипе арăмĕ те пĕр тиркемесĕр шăлса пурăннă N. Лаша эрне çухалса пурăнчĕ (пропадала неделю). Юрк. Кăпирнаттăр, пире кунта тĕрмере питĕ начар çитерçе пурăнаççĕ, тархашшăн авантарах çитерсе пурăнма хушса хăварсамччĕ. Ib. Чăвашсем ĕлĕкренпех выльăх-чĕрлĕхсем ӳстерсе пурăннă çынсем. Кан. Талăкра пĕрехçех сăвса пурăннă хыççăн, пĕр кунне сăвмасăр сиктермелле.

пурăнăç

пурнăç (пуры̆ны̆с, пурны̆с), жизнь. Изамб. Т. Кутăн кайнă пурăнăç. Сборн. по мед. Пурăнан пурăнăçра та çавах: пурăнăçа малалла ярам, тесен, шухăшлас, тăрăшас пулать. Ск. и пред. 103. Вара хайхи пурăнать, пурăнăç чулне (тяготы жизни) сĕтĕрет. N. Пурăнăçăн вĕçĕ çывăхарнине курсан... ЧП. Эпир пурăнатпăр пурăнăçа, пуçа мĕн килессе пĕлместĕпĕр. N. Иккĕшĕ пĕр-пĕринпе курăнăçса пурăнăç ыйтнă вĕсем. Ал. цв. 27. Ниăçтан та хирĕç чĕнӳ те, пурăнăç ыйту та, нимĕн те илтĕнмест. Трхбл. Пурăнăçу-масару! Чорт бы ее подрал, эту жизнь! Ст. Чек. Йăвашланн = пурăнăçĕпе çука ернĕ. Ib. Пурăнăçа ирттересчĕ. Ib. Пурăнăç умне татрăмăр (выбились из бедственного положения и даже несколько разбогатели). N. Кунтан кайнă чух, тулли пурăнăçпа тухса кайрăм эпĕ. N. Лайăх пурнăç тăвайрĕç-ши? Орау. Этемĕн пурнăçĕ: паян пур та, ыран çук. Ib. Пурнăç манăн пĕтĕмпех кутăна карĕ-ха (плоха). N. Пуян çынăн пурнăçĕ кĕпер урлă каçнă пек, начар çынăн пурнăçĕ тăвайккинчен хăпарнă пек. N. Ман порнăç питĕ осал, питĕ йăвăр, йĕп тăрăнчи порнăç пекех. N. Сан пурнăç мĕле, пăртак самай пик туйнать-и? N. Ман пурнăç ăнми пулчĕ: хам Хусантан килнĕ çĕре качака путекки вилсе выртрĕ. N. Пурнăç пекскерсем. N. Эсĕ ху та пĕлен манăн пурнăç йĕп çинчине. N. Вăл (она) только пурăнăçа юхтарса анчах пурнать (плохо). Ерк. 76. Çапла Урха килĕнче пурнăçсем шăваççĕ... Тăв. 18. Пĕри вăрмана, тепри армана кайсан, мĕнле пурнăç пулать. Чураль-к. † Кăмака çинчи сарă çыв, ирлимаç-çке, пĕтимаç-çке; хамăр ялти сар варлийĕ, мансăр пурнăç пурнимаç-çке. Сёт-к. Вăлчăр-вăшт! пирн порнăç çакки çи-и-нче! тесе каланă, тит. — Алă тони пак туса килет поль те-хе, титчĕç. Вара килсен сар кĕрĕксем ĕçлеттерĕччĕ. Ib. Пирн ялти Палли старик калатчĕ, тит: порнăç кокри — воник коккăр. Шибач. Атти, тет, пирĕн порнмалăх, тет, порнăç пор, тет. Неужели, тет, пире, тет, орăх çĕрте хĕр паракан полмĕ, тет. ЧС. Аçу-аннӳ сăмахне пăхмарăн ĕнтĕ, таçти ютă çын вĕрентнĕ пек пурăнса, ӳлĕм епле пурнăç тыткалăн-ха. Нюш-к. Кăсĕм питĕ тӳрленсе иккĕш те çамрăк вăйпа питĕ ĕçлесе пурнăç тăвса пăрахаççĕ (усиленно работают и делаются зажиточными). Якейк. Порçăн тоттăр порнăçăмччĕ, вĕçсе кайса çохаласран, апи илсе çыхинччĕ. Ой к. Асламас. Порнăç умне татрăм. Поправился. Ашшĕ-амăшне. Иван пурнăç ыйтсассăн, вăл ăна хирĕç каланă: атя, килех! хăна пулăн? тенĕ.

пурте

, порте, (пурдэ, порд'э), все. Шурăм-п. Пурте ун пек шухăшла пуçласан, эпир нумаях малалла каяймăпăр. Ерепенех пăнчăхăпăр, хамăра хамăр пĕтерĕпĕр. N. Çав пĕве патне çитсен, пурте те кĕпесене хывнă-хывман шыва сике патăмăр. Регули 910. Ман ачасам порте конта (порте ман ачасам конта). Кан. Докуменчĕсем пурте пур. N. Унăн çемьинче вунă çын: пурте хĕрарăмсем, арçынни хăй анчах. Чăв. ист. 17. Анчах унăн кĕнекисем пуртепе пĕрех (почти все) çĕтсе пĕтнĕ. Эпир çур. çĕршыв 17. Улмаççи халĕ пирĕн ялта пуринĕн те пекех пур. Альш. Нихçан никамран усал сăмах илтмерĕм, хам никама усал тумарăм. Пуринпе те, шĕкĕр турра, аван тăратăп. Череп. Пурин те пурнисем хăй енелле кукăрăлаççĕ. Чăв. й. пур. 33. Ну ĕнтĕ пурте пулчĕ, атьăр ĕнтĕ киле каяр, тенĕ. N. Кунтан пирĕн каяс вăхăт çитссесĕн, пур тăвансем пурте пухăнĕç. Бес.чув. У... ятлă ялта ыран пасар. Чăвашĕ, вырăсĕ, тутарĕ, ирçи — пурте: хăшĕ çăнăхпа, хăшĕ пĕренесемпе-хăмасемпе, хăшĕ тимĕрсемпе, хăшĕ тата ытти таварсемпе, пасара васкаса пыраççĕ. Орау. Манăн шăлсем пурте пур-халĕ. Елаш. Пирĕн ялти пӳртсем пурте пекех улăмпа витнĕ. Курм. Пурте пĕрех. Кĕнекийĕ хоть чăвашла, хоть вырăсла пултăр, вăл пурте пĕрех (одно и то же). Сред. Юм. Хăнасĕм пирн чĕннĕ пикки пôрте пикех килчĕç (почти все пришли).

арман

(арман), molat, moletrina, мельница. Мельницы бывают: ал-арманĕ, аларман, mola manuaria, ручная мельница (см. на своем месте); шыв арманĕ, шыв армань, шыв-арман, molae aquariae, водяная мельница; çил арманĕ, çил армань, çил-арман, molae, quae venti impetu versantur, ветрянка; кĕрпе арманĕ, molae, quibus grana frumenti a tunicis separantur, круподерка; лаша арманĕ, quae iumentis, вут арманĕ, quae vi vaporis versantur, паровая мельница. Тоскаево. Арман виçĕ терлĕ пулать: кĕрпенĕн, шыв арманĕ тата çил арманĕ. N. Пирĕн арман талăкра (= тавлăкра) икçĕр пăт тырă авăртать. Наша мельница мелет 200 пуд. в сутки. {{anchor|DdeLink6182591829761}} N. Эп тырра хамăр армана кăлартăм. Я вывез хлеб на свою мельницу. Альш. Арманта вырăссем вырăсла калаçаççĕ. На мельнице (были) русские, (которые) говорили по-русски. Изамб. Т. Инçе ан кайăр, вырăс арман айне лартма илсе кайĕ (стращают детей). N. Хватлă çилте арман ямаççĕ (не пускают в ход). N. Арманта тырă нумай, халях черет тивес çок. N. Аслатте калани. Етĕрне уесĕнче, Упи вулăсĕнче, Алмач ятлă сала пур. Çав Алмач арманне лартма пуçланă чух, чи малтан, ĕçе пуçличчен, шыв хĕрне вешник умне тăваткăл шăтăк авăлтрĕç, тет. Шăтăк тĕпне çынна лармалăх çĕртен пукан пек хăварчĕç, тет. Шур хăва тĕммисем панче пĕр ача юрăсем юрласа ларать, тет. Вăл ачана Хапăс вăрманĕнчен вăрласа килнĕ, тет. Шăтăкне чавса пĕтерсен, ку ача çине пĕр çăкăр çакрĕç, тет. Тата шăтăка пĕр алтăр шыв хучĕç, тет. Вара çав ачана шăтăка лартрĕç, тет те, çиелтен çĕрпе витсе хучĕç, тет. Ку: шыв арманĕ ан татса кайтăр (scr. кайчĕр), тесе, хураччĕç, тет. Халь çын вырăнне кушак чунĕ е чăхă, чунне хураççĕ, тет. (Çĕн-ял старикки Симян. 3—V—1923 г.). Ст. Чек. Армана шыв илнĕ (или: урапана шыв илнĕ). Мельнаца в подпруде, т. е. подтоплена. О. Захаров. Кĕрпе арманĕ. Кĕрпе арманĕ икĕ пая уйрăлать: 1) лаша çаврăнаканни 2) лаççи. Лаша çаврăнаканнин варрине тăваткăл шăтăк тăваççĕ. Çак шăтăк варрине пысăк вал (1) тăратса хураççĕ. Тăракан валăн аял пуçне, вĕçне пĕр шите яхăн хăварса, шăллă урапа (4) кĕртсе лартаççĕ. Çӳлерех, вăл ăшне турта (2) лаша кăкараканни (3) кĕртсе хураççĕ. Тăваткал шăтăк урлă, валăн лаç енне, йываç хураççĕ, çак йывăçа пуçелĕк (20), теççĕ. Çак пуçелĕк çине вал хураççĕ. Ку валăн тепĕр пуçĕ лаçра тепĕр пуçелĕк çинче выртать. Выртакан валăн лаша çаврăнаканнинчи пуçне, пысăк урапан шăлĕсем тĕлне, ултура, урăхла штĕрнек (5), кĕртсе хураççĕ. Выртакан валăн лаçри пуçне, вĕçне пĕр аршăн хăварса, шăллă урапа (7) тăхăнтарса хураççĕ. Лаçри урапан çурри шăтăкра тăрать. Шăтăк тăрăх, урапан шăлĕсем енне, валăн çӳл енне, йывăç хураççĕ. Ку йывăçăн пĕр пуçĕ (19), чула улăхтарса антараканнине (18) пăркаласан, çĕкленет те, анать те. Çак йывăçăн вăта çĕрне тимĕр йĕке (9) тăратса хураççĕ. Йĕке çине, урапан шăлĕсем тĕлне, ултура (8) тăхăнтарса хураççĕ. Çӳлерех парапан (10) ăшне, йĕке çумне вĕркĕç тăваççĕ. Йĕкен çӳл вĕçне тĕпек тăхăнтараççĕ. Тĕпек çинче çиелти чул выртать (11). Аялти чул шăтăкне, йĕке тавра, сӳспе питĕреççĕ. Çӳлти чулăн шăтăкĕ тĕлне, пĕрме (14) айне, сыпка (13) çакса хураççĕ. Пĕрмене икĕ кашта çине çакса хураççĕ. Тĕш, хывăх саланса ан кайтăр, тесе, чулсем тавра кăшкар (12) тăваççĕ. Кăшкар ашĕнчен валак (15) тухать. Валак хывăх тухаканнин (16) ăшне кĕрсе пĕтет. Хывăх тухаканнине парапан çумне вĕçĕпе çыпаçтарса хураççĕ. Хывăх тухаканни тĕлĕнче парапан уçă. Хывăх тухаканни айĕнче лар (17). Лаша çавранаканнинче пысăк урапана, штĕрнеке, выртакан валăн пайне хăмасемпе витсе хураççĕ. Лашана туртана кӳлсе çавăрсан, тăракан валпа пĕрле пысăк урапа çаврăнать. Пысăк урапа шалĕсемпе штĕрнеке лексе выртакан вала çаврать. Выртакан валпа лаçри урапа çавранать. Лаçри урапа, шăлĕсемпе ултурана лексе, йĕкене çаврать. Йĕкепе пĕрле вĕркĕçпе çиелти чул çаврăнаççĕ. Сыпка çумĕнчи патак, çиелти чул шăтăкин хĕррине лексе чул çаврăннă май чĕтрет те, сыпкана чĕтретсе, пĕрмерен сыпка витĕр пăрие чул шăтăкне юхтарать. Чул шăтăкĕнчен пăри, икĕ чул хушшине пулса, икĕ пая уйрăлать: пĕр пайĕ тĕш пулат, тепĕр пайĕ хывăх пулать. Тĕшпе хывăх, чулсем хушшинчен тухсан, валак тăрăх хывăх тухаканнине юхса анаççĕ. Хывăх тухаканнинчен хывăх, парапан ăшĕнчен вĕркĕç вĕрнипе, хăй çулĕпе лар хыçне вĕçсе тухса каять; тĕш лара сирпĕнет. Кĕрпе тăвас тесен, тĕше тепĕр хут авăртаççĕ. Изамб. Т. 4° Çил арманĕ. Çил арманăн пури ултă пичетнирен ытла пулмас. Хăш-хăш арманăн лаççи пулат. Арманăн çунчĕ тăваттă, улттă, саккăр, вуннă пулат. Çуначĕсем вала çавăраççĕ. Валăн вăта çĕрне пит пысăк урапа тăхăнтартнă. Ул урапан хĕрринче шăлсем пур. Ул шăлсем йĕкенĕн çӳл тăрринчи улт-урапана лекет. Йĕкенĕн аял пуçĕ ухвачĕ чулăн шапине лекет. Çил-арманта пĕрре те иккĕ те чул пулать. Тырра арманта пĕрмене хываççĕ. Унтан тырă, чул айне юхса анса, çăнăх пулса, лара юхса тухать. Чул çĕклекеннипе армана хытă кайсан пусараççĕ. Çаплах çăнăха вĕтĕ те шултăра та тăваççĕ. Армана çиле хирĕç тăвас тесессĕн, хӳрипе пăраççĕ. Арман çулне такçапа тăкаççĕ. Ветряная мельница. Сруб ветряной мельницы бывает не болле шести погонных (печатных) сажен в вышину. У некоторых мельниц бывает амбар (нижний сруб). Крыльев у мельницы бывает четыре, шесть, восемь и десять. Крылья вертят вал. На средину вала надето огромное колесо. На краях колеса зубцы. Эти зубцы задевают за шестерню, находящуюся на верхнем конце веретена. Нижний конец веретена вставлен в порхлицу. Ветряная мельница бывает об одном и о двух поставах. Хлеб на мельнице сыплют в ковш: оттуда хлеб сыплется под жернов, обращается в муку и попадает в ларь. Если мельница мелет чересчур быстро, то, чтобы замедлить ее ход, подымают подлегчину. Ею же пользуются и для того, чтобы смолоть муку помельче или покрупнее. Чтобы поставить, мельницу против ветра, её поворачивают правилом. Жернов насекают насекой. Альш. Арман айне çын тытса янă. Тĕрлемесре пĕр çын виçĕ лаши-мĕнĕпех çухалнă. Елшелсем вăрмана кайма хăранă çавăнтан. Арманта темĕн те пур: армана хăйне усал туса панă, арман мелникĕсем çавăн пек усалпа пĕр майлă çынсем. Самай ăсти чĕлхе пĕлет: çавăнпа усалсемпе килĕштерет. Армана тусанах, айне çын ямасан, авăрмас: усал çын чунĕпе улăштарат; ăна пĕр-пĕр çын чунĕ кирлĕ. Под (вновь построенную) мельницу пускали (в виде жертвы) человека. В с. Тюрлеме один человек пропал (таким образом) вместе с тройкою лошадей. По этой причине альшеевцы боялись ходить в лес. На мельнице можно встретить самые страшные вещи: и самую мельницу устроил чорт, а мельники — это люди, которые действуют заодно с чортом. Наиболее искусные из них знают наговоры (заклинания) и потому и живут в мире с чертями. Если построишь мельницу и тут же не опустишь под нее человека, то она не будет молоть, потому что чорт берет за нее взамен человеческую душу: ему нужна человеческая душа. Чуратч. Çавалта хăш-хăш арман айăнче усалсем пурăнаççĕ. Вăсене çур-кунне, кĕр-кунне тата çула, ялан пĕр вăхăтра, эрех ĕçтермесессĕн, усалсем арман пĕвине татса яраççĕ. Тата хăш-хăш çын арман айне, арманне лартнă чух, ача чĕрĕлех лартаççĕ. Под некоторыми мельницами на р. Цивиле живут черти. Если весною, осенью и летом, всегда в одно и то же время, их не попоят пивом (т. е. не совершат им возлияний), то они прорывают мельничную плотину. Также некоторые люди при постройке мельницы опускали под нее живого ребенка. Н. Седяк. Араан кĕлетĕнче сăра курки пек пĕр куçлă шуйттан пур, теççĕ; арман шуйттанлă пулать, теççĕ. Çĕрле чарнă армана авăртать, теççĕ. Говорят, что в здании мельницы обитает одноглазый чорт, с глазом величиною с пивной ковш, и что таким образом на мельницах бывают черти. Говорят, что он (т. е. одноглазый чорт) мелет ночью, пустив в ход остановленную (мельником) мельницу. Мшушк. Чăвашсем арманта шуйттан нумай пуранать, теççĕ, ăна çĕрле авăртакансем кураççĕ, тет. Пĕр çын çĕрле арман авăртнă, тет; вăл вăхăтра арман хуçи Хĕлип ятлă пулнă, тет. Арман авăртакан çур-çĕр çитес чух армана çăнăх катма кĕнĕ, тет. Арман чул çинче пĕчиккĕ, шур сухаллă старик ларать, тет; арман чулĕ тапах чарăннă, тет. Ку çын хăранипе арман хуçине калама чупса кĕрсе кайнă. Хĕлипĕ, вăл сăмаха илтсен, пĕрре те хăрамасăр, мăкăртатса тухать, тет: татах тухса ларнă пуха (i. q. пулĕ-ха), çапла ларакан-ха вăл, тесе. Иккĕш те юнашар утса пыраççĕ, тет, анчах хăйсем пынă чух чул çинче нимĕскер те çук, тет, чулĕ типерех авăрса ларать, тет. Чуваши говорят, что на мельнице живет много чертей. Это видят те, кому приходится молоть ночью. Один человек молол ночью хлеб; хозяином мельницы тогда был некто Филипп. Когда помольщик пошел около полночи на мельницу, молоть муку, он увидал там маленького белобородого старичка, сидевшего на жернове, который вдруг перестал вертеться. В страхе помольщик побежал в избу, чтобы сообщить хозяину мельницы о том, что он увидел. Выслушав его, Филипп ничуть не смутился и только пробормотал, выходя из избы: «Опять, поди, он вышел; он всё так выходит и садится (на жернов)». Тут они пошли на мельницу, идя рядом и не отставая один от другого, но когда они пришли, то на камне уже никого не было, и он молол (versabatur), как надо быть, по прежнему. Курм. Уй варринче ухмах арам ташлĕ. (Арман). Среди поля пляшет сумасшедшая баба. (Загадка: ветряная мельница). Собр. 278°. Арман патне вĕреннĕ йытă унтах вилет, теççĕ. Собака, привадившаяся к мельнице, там и околеет. (Послов.). Альш. † Çил арманĕ пурасан, ыраш пулмас, тиеççĕ. Говорят, что если срубить ветряную мельницу, то не будет родиться рожь. (Отклик старнного предразсудка). || Имен. Вăл пуш армана-кăна авăрат = тăвас çук япала çинчен калаçат. Он попусту мелет (болтает). || His sequuntur appellationes partium , per litteras digestae, ipsius vocabuli арман nulla ratione habita. Adduntur numeri, qui ad simulacra peryimemt, quae extremo libro adiicintur. Notis etiam quibusdam usas sum: pro шыв арманĕ Ш. posui, pro кĕрпе арманĕ К, pro çил армане А. Omnes quae hic desidersbuntur voces alio loco quaerendae sunt. Ниже следуют в азбучном порядке названия отдельных частей арман и относящихся сюда предметов. В составных названиях слово арман при распределении слов во внимание не принимается. Номера при названиях и в тексте указывают на соответствующие части чертежей, которые будут помещены в конце выпуска. Номенклатура, не вошедшая в настоящую статью, будет приведена в соответствующих местах Словаря. Сокращення: Ш — вод. мельн., К — обдирка, А — ветрянка. Неизбежные неточности и неполнота объясняются малою ознакомленностью составителя с мукомольным делом, а также недостаточностью материала.

ала кăшли

(к̚ы̆шл’и), circulus cribri, обечка решета или сита. Янтик. Пирĕн ала кăшли çук-ĕçке! Илес-и пасартан е хамăр тутарас-и? Оказывается, у нас нет обечки. Купить на базаре или заказать?

арпаштар

(арбаштар), permiscere, confundere; перемешать; aliquem alium esse, смешать, приводить в беспорядок. СТИК. Ан арнаштарcа яр-ха! Смотри, не перемешай (вещи). Ст. Чек. Пирĕн кăранташсене чистă арпаштарнă. Наши карандаши кто-то перемешал. Ib. Эп сана урăх çынпа арпаштартăм. Я смешал тебя с другим человеком, т. е. принял за другого человека. КС. Хур-кайăк ушкăнне хурчка арпаштарса ячĕ. Ястреб привел в беспорядок стаю диких гусей. Сир. Мs. 120. Вăл шыва чарать те, пĕтĕм çĕр типет, ăна уçса ярать те, шыв пĕтĕм çĕре арпаштарать (ubi in libro, typis descripto, «урăхлантарать» Iеgimus). Ст. Чек. Хамăр чей куркисене çынсеннипе ан арпаштар. Уйрăм хур, арпаштарăн. Не перемешай наших стаканов с чужими. Положи отдельно, перемешаешь. Ib. Хама тухнă утă купине-арпаштарас мар. Как бы не смешать мою копну сена с чужими. Сир. 261. Вара çав Вооз хурăнташĕ каланă: эпĕ ăна илейместĕп, хама тивĕçлине арпаштарас мар (пусть мое будет отдельно) тенĕ. || Permiscere (chartas lusorias), перетасовать. К.-Кушки. Карттă арпаштарас, смешать (или тасовать) карты.

артак

(ардак), blanditiae, deliciae; vita bonis abundans, vita lautior; mollitia, aera, нега. Кан. Вр. † Хитре-кăна, хитре хамăр тăван; мĕшĕн кăна хитре пулнă-ши? Кĕçĕнтен артакра ӳснĕрен. Как пригожа наша родственница! Почему же она так прагожа? Потому что с малых лет выросла в неге. Н. Лебеж. † Аннӳ патĕнчи артакна мелке çине пăрахса хăвар. Негу, в которой ты жила у матери, оставь на помеле. (Так говорят в песне невесте, означая тем, что она, по выходе замуж, должна отказаться от прежней беззаботной жизни). Ib. † Аттеçĕм, аннеçĕм! арку çинчи артакăмччĕ (scr. артакăмчĕ), тухса ӳкрĕм артакăнтан. Батюшка и матушка! как лелеяли вы меня на своих коленях! Теперь я лишилась этой («вашей») неги! (Из плача невесты). Ib. † Атте-анне артакĕ аркă çинче, çичĕ-ют артакĕ тĕн пушă (заменяет негу), шур... артакĕ хĕç-пăшал; хĕç-пăшал та пулин артаклă (и оружие нежит, доставляет удовольствие).

асăн

(азы̆н), reminisci, recordari, вспоминать, поминать, упоминать. Якейк. Эп виçĕм çол ĕçтернине кĕрӳ халь те асăнать. Ib. Мана онта кам асăнакан полĕ? Кто, поди, меня там вспоминает? (или вспомнит). N. † Кайăк хур каят картипе хăмăш кӳлне ясăнса. Ах, тетеçĕм (тетеçĕм)! эсир каятăр ушкăнпа, атте килне асăнса, эпĕ юлатăп пĕчченçи çичĕ-ют килне асăнса! Дикие гуси летят вереницей, памятуя об озере с камышом. Ах братец (братец)! Вы отправляетесь гурьбой, намятуя об отцовском доме, а я остаюсь одна в чужом доме, памятуя, что я теперь уже в чужом доме, чужая! Сред. Юм. Асăннипе самай пõлтăр. Пõр япалана каçта туса пĕтерен, кăшĕ тăта асăннипе самай пõлччăр. (Об иной вещи хорошо, если и поговоришь только). Череп. Асăннипе иртĕ. Пройдет упоминанием (т. е. дальше разговоров дело не пойдет). Янш.-Норв. Анне кăмăлĕ çемçе кăмăл: асăнсан та йĕрет, асăнмасан та йĕрет. У мамы мягкое сердце: она плачет и тогда, когда вспомнит, и тогда, когда не вспоминает (бессознательно). (Хĕр йĕрри, из плача невесты). Ст. Чек. Асăннă — ака кӳлнĕ, тет. Как вздумал, так и за плуг. (Послов.; говорится неодобрительно о том, кто вздумает о чем-нибудь и сейчас же захочет выполнать свое намерение, не соображаясь с обетоятельствами). N. Сана асăннипе ал тытатăп. Жму твою руку, вспоминая тебя. || Memoriam alicuius cum caritate usurpare, поминать добром. Ст. Чек. Пирĕн ял-йышсем халĕ те сана асăнаççĕ. Наши деревенские до сих пор вспоминают о тебе. || При перемене интонацои та же фраза может иметь и дурное значение («поминают лихом»)]. Ст. Чек. Эп сана манмăп, асăнăп мана кăпла телейлĕ тунăшăн. Ib. Икерчĕ пĕçерсен, пирĕн анне калаччĕ: асăнса килекен çисе кайтăр, курайман хапхумĕнчен (= хапха умĕнчен) çаврăнса кайтăр. Когда мать пекла блины, она (всегда) приговаривала: «Поминающий добром пусть приходит и поест (этих блинов), а ненавидящий пусть повернет от ворот назад и уйдет. Ст. Айб. † Ай-хай савнă тусăм, хура куçăм! асăнать-ши пире курасшăн? Милый черноглазый друг! есть ли у него (нее) желание, стремится ли он (она) повидаться с нами? || Iniquo animo recordari. Также поминать лихом. Т.-И.-Шем. Умăнта пултăр, сĕт кӳле пултăр; эпир асăнатпăр, эсир ан асăнăр. Да будет это (т. е. поминальные яства) перед тобою молочным озером; мы вас поминаем, а вы нас не поминайте лихом. (Из поминального обряда «автан сăри»). Байгл. Эпир сана асăнатпăр, эсĕ пире ан асăн. Мы тебя поминаем, а ты нас не поминай лихом. (Из «нумилкке юрри», поминальной песни). Fontes I, 12. Ибрахим кĕрсенех, Тĕнче-çăвар тăрса ларчĕ, тет те: тархашшăн ан вĕлер, Ибрагим! ӳлмĕрен эпĕ сана асăнмăп, эсĕ мана ан асăн, терĕ, тет. Как только Ибрагим вошел в избу, Всемирное Хайло встало, село и говорит: «Ради бога не убивай меня, Ибрагим! С этих пор ни я не буду поминать тебя лихом, ни ты меня не поминай!» || Nomine appeilare alqm. De sponsa dicitur, quae prodiens inchortem omnes, quos ipsa diligit, nominatim appeilare solet, flebilibus modis de sorte sua querens. Также говорится о невесте, когда она выходит на двор и причитает, упоминая имена любимых ею лиц и угощая их пивом. Эй при этом дают и деньги в ковш. Череп. Сред. Юм. Качча каякан хĕр асăнма, тõхнă. Невеста вышла на двор «поминать». Ib. Качча каякан хĕр мана асăнчĕ. Невеста «помянула» в причитании мое имя (и дала мне пива). N. Хĕрĕ те кама хирĕç пулать, кураканне-пĕр асăнса йĕрет. || Deos nominatim appellare (de iis dicitur, qui rei divinae operantur). Также благоговейно произносить имена божеств во время жертвоприношений и молений. N. Алă çусан калать: «турра асăнар!» тет. Вымыв руки, он говорит: «Помолимся богу»! («помянем бога»). Сиктер. Хура халăх асăнать çичĕ тĕслĕ тыррипе, ачи-пăчипе, чӳ-ӳк (т. е. чӳк, producta voce, протяжно) — çырлах! Честный (трудовой) народ поминает имя твое (т. е. божие) и вместе с своими детьми приносит тебе жертву семью родами хлеба. Ib. Хăй вара çĕлĕкне хул-хушшине хĕстерет те, çапла каласа кĕле тума «тытăнать: «пӳлехçĕ, çырлах (scr. пӳлĕхçĕ-çырлах), пуснă шурă вăкăрăмпа (scr. вăкрăмпа) чӳ-ӳк... (h. е. чӳк, producta voce, протяжно) çырлах. Килĕшпе, ачам-пăчампа, выльăхăм-чĕрлĕхĕмпе пӳлĕхçĕ, чӳ-ӳк, çырлах», тесе ӳксе пуççапать. Ун хыççăн пурте: «ырă чӳк-кĕлĕ пӳлĕхçĕ хапăл ил», тесе, ӳксе пуççапаççĕ. Асăнса ларса, çиеççĕ те, киле пуçтарăнса таврăнаççĕ. А сам кладет шапку свою под мышку и так молится: «Определитель, помилуй! С зарезанным белым быком, приняв жертву, помилуй. Со всем своим домом и с домочадцами, со всей скотной, молим тебя о помиловании». Товоря это, молящийся кладет земной поклон, а за ним и остальные поклоняются, говоря: «Определитель, прими святую жертву!» Потом, благоговейно, памятуя о божествах и произнося их имена, садятся и едят, а затем, собравшись, возвращаются домой. Чхĕйп. Вара пурне те асăнса (scr. ассăнса) пĕтерсен, юмăçне ĕçтерсе, укçа парса, усатса, лашана килне еçнĕ (и q. леçнĕ, scr. йĕçне). Вара ун хыççăн кил-хуçи, ăçта асăннă (scr. ассăнă), унта нухратсам пăрахса çӳренĕ. Потом, помянув всех, накормили жреца (юмăç) и проводили его домой на подводе. Затем после него хозяин дома, по тем местам, где обитают духи, упоминавшиеся в молитве, побросал нухраты. || Parentare, поминать покойников. Нюш-к. Авалхи çынсем ӳкçисе (= укçисене) хунă чухне: е çынна вĕлерсе, е лаша-мĕн пусса асăнса çиекен-çиç илтĕр çак укçана, тесе, хунă пулать вара. Старинные люди, когда зарывали свои деньги (клады), то заговаривали так: «Пусть доищется этих денег только тот, кто убьет человека или принесет с молитвой в жертву лошадь, вспоминая положившего (т. е. произнося: «умăнта пултăр») и имея ввиду сказанное им заклятие». Шихазаны. Анне каларĕ: Пĕрре кĕрсĕра каç (накануне осенних поминок) хамăр пăяхамсем патне ваттисене асăнма кайса килтĕмĕр.... Мать моя сказала: «Однажды, накануне осенних поминок, мы съездили к деверю (точнее: «в дом старшего брата моего мужа») на поминки. || Alqd faciendi consilium inire. Также вознамериться сделать что-либо. Такмак 2. Асăннă кун тухаймарăмăр, тухнă кун çитеймерĕмĕр. В тот день, когда мы хотели выехать, нам выехать не удалось; в тот день, когда мы выехали, нам доехать непришлось. || Polliceri, promittere. Также обещать что-либо. N. Çураçнă чух асăннă япаласене, пыла леççе параççĕ. Они привозят им мед и (вообще) те вещи, которые были обещаны при сватовстве. N. Кунта лаша илсе килеççĕ, çураçнă чухне асăннине. Тут приводят лошадь, обещанную при сватовстве. Требн. 81, 14. Вĕсене ху пама асăннине илме тивĕçлĕ тунă. || Vovere. Говорится о религиозном или суеверном обещании или обете. Ч. С. Вара аттесем: Митрие чĕрт, чĕртсен, чӳк тăвăпар, тесе асăна пуçларĕçĕ. Тогда мой родители стали давать обещание принести жертву, если он исцелит Дмитрия. Ib. Пĕр асăннăскер (у др. асăннăскере) тăвас пулĕ; пĕр асăнсан, тумасан, юракан мар. Раз дан обет (принести жертву), то, я думаю, надо его исполнить; иначе нельзя. Макка 224. Унпала та черĕлмесен, юмăç мĕн калать, çавна тума тытăнать. Напр., юмăç хушăть вĕсене если вăсем хăйсен киремечĕсене туса, т. е. чӳклесе, пĕтернĕ пулсан, пирĕн святой çĕрсене асăнма хушать. Çапла асăнса хурсан, вăхăт çитет кайма. Çав святой ячĕпе така пусать и т. д. Если больному не поможет и это, то он прибегает за советом к йомзе. Напр., если они уже принесли жертвы всем своим киреметям, то йомзя советует ему дать обет посетить наши святые места. После такого обета наступает время его выполнения. Он закалывает в жертву этому (sic!) святому барана и т. п. КС. Кил-ăш-чиккинче (к’ил’ы̆шч’ик’к’ин’џ̌э) пĕр-пĕр çын чирлесен, укçа асăнса хураççĕ. Если в семействе кто-нибудь захворает, то кладут на определенное место деньги, давая при этом обет купить на них свечку тому или другому божеству. Сред. Юм. Асăнса хõнă õкçа. Кĕлле аяккалла (Ишеке, Хõсан хыçне) каяппăр, тесе, асăнса õкçа илсе хõраççĕ, çавна çапла калаççĕ. Деньгами, отложенными с обещанием, называются деньги, которые откладывают куда-либо, давая обет сходить на дальнее богомолье, напр. в Ишаки или на Пустынь. СТИК. Асăнса пĕрене çурăкне укçа хутăм (с определенной религиозной целью, с назначением, с ожиданием чего-то). Ст. Чек. Пытарнă укçана епле шыраса алтса тупмалла? — Йăтă, така, кăвакал, ĕне, кулачă. — «Кам та кам, мана, асăнса, така (е урăх япала, мĕн каланă хăй) çимесĕр ан тупайтăр» (т. е. пусть только тот отыщет зарытый мною клад, кто съест назначенную мною вещь, помянув меня). N. Ăста асăннă, çавăнта нухратсам пăрахса çӳренĕ. Ходили и бросали нухратки там, где они дали обет (принести пожертвование). Изамб. Т. 28°. Масар çине шыв сапас, тесе, асăнсанах çумăр хăпарать. Не успел он высказать обещания полить водою кладбище (во время засухи), а уж собирается дождь. Ст. Чек. Микула кĕллине кайма асăнтăм та, куçăмсем тӳрленчĕç. Я дал обет сходить к Николаю (в Промзино), и глаза у меня поправились.

асту

(асту), meminisse, reminisci, animadvertere, notare, помнить, вспомнить, припомнить, замечать, обращать внимание. Шевле. Ăна халь хам та тĕлĕкри пек-çиç астăвап. Якейк. Эп халь ĕлĕк пĕре шăва кайнине астуса илтĕм. Ib. Йăван пĕчĕк чох пуçтарса çӳренине порте астăваççĕ. Все помнят, как Иван, когда был маленьким, ходил по-миру. Орау. Халь, астурăм ĕнтĕ! Теперь я припоминаю («припомнил»)! Ч.С. Тата нумай сăмахсем каларĕ те, анчах эпĕ пурне те астуса тăмаст (т. е. тăмастăп). Еще о многом говорил он, но я всего не припомню. Макка 206. Ку кĕллине малтан çырма астумарăм, уншăн ан çилен. Я забыл («не припомнил») написать эту молитву сначала; ты меня извини. Изамб. Т. 37. Ĕç патнелле çитнине астумаççĕ те (сисмеççĕ те). Они и не замечают, как наступает рабочая пора. Сред. Юм. Малтан карчăкпа старик ача мĕнле ӳснине лайăх астуса та пăхман. Сначала старик и старуха и не примечали хорошенько, как рос ребенок (т. е. не обращали внимания на его рост). Чăв. й пур. 37. Яхуть икĕ кунччен алтнă, Çимунĕ вăрттăн ялан астăвах тăнă. Ягуть рыл яму два дня; Семен все время, тайком, за ним наблюдал. N. Ас та туман. И не вспомнил; забыл, что надо было сделать. Ст. Чек. Эп, пырсан-пырсан, пĕр шăтăка кая патăм, ку çул çинче шăтăк пуррине ас та туман (или: астуман та). Шел, шел я, и вдруг провалился в яму: совершенно забыл, что на этой дороге есть яма. || Observare, custodire, curare, prospicere alicui, sustentare. Также присматривать за чем, охранять, оберегать, призревать, (кормить, одевать), оказывать поддержку. N. Пĕрре эпĕ вăрмана хуртсене астума кайрăм. Однажды я пошел в лес караулить пчел (пасеку). Псалт. 40, 2. Мĕскĕне, юрлă çынна астуса тăракан (призревающий) çын телейлĕ. Эпир. çур. çĕр шыв 21. Вармана икĕ хуралçă астăваççĕ. N. Алăксене астăвăр. Присматривайте за дверями, (чтобы кто не вошел или не вышел). СТИК. Лашасем астуса тăратпăр. Стережем лошадей (на кормёжке). Толст. Эппин ашака астуса тăр-ха. В таком случае пригляди за ослом. Альш. Леш лашисене астăвасшăн: каясса шухăшлать. Тот хочет посмотреть своих лошадей: собирается ехать. Актай. Амине тытса килтĕмĕр, хамăр уя ятăмăр; ирĕн те каçăн астăватпăр. Мы поймали самку (журавлиху), пустили ее в свое поле и присматриваем (чтобы не улетела, чтобы не задушил волк) и утром и вечером. Ст. Чек. Асту ачана, ан ӳктĕр. Следи за ребенком, чтобы он не упал. || Considerare, обдумать. Альш. Астăвăр унта, епле туйăнĕ. Посмотрите (обдумайте), как найдете сами удобным. (Здесь можно понять и в см. предостережения). || In imperativo positum significat cave, caveie. Пов. накл. этого глагола ставится при других повелительных в значении смотри,-те. Альш. Асту, никама та ан кала. Смотри, не говори никому. Ib. Астăвăр, шыва кайса ан вилĕр! Смотрите, не утоните! Орау. Асту, ан кай унта, хăна хĕнесе пĕтерĕç. Смотри, не хода туда, самого изобьют. Иногда употребл. в подобном же значении и вдругих случаях. Ст. Чек. Асту, вĕсем вĕт сана паллаççĕ. Смотри, ведь они тебя знают. N. Асту сана! Смотри, я тебе (задам)!

Атапай варри

nom. loci cuiusd. demissi. Назв. низженности, в версте от д. Беляевой, Янтик. вол. Цив. у. Бел. Хамăр ялтан пĕр çухрăмра, Пуянкасси сукмакки çинче, Атапай варри текеy айлăм пур.

ача

(аζ’а, аџ̌а; Пшкрт, Писмянка ача), infans, parvulus; puer; puella; virguncula; adolescens, adolescentulus, iuvenis, дитя, ребенок; мальчик; девочка; парень, юноша; девушка. Зап. ВНО. Амăшĕ пулсан, ачи пулать. Орау. Йăван арăмĕ ачи хыçĕнчен тасалнă ĕнтĕ. Жена Ивана уже оправилась после (ребенка) родов. Н. Седяк. Ача çуралсан, кăвапине касаççĕ. Ывăл ача пулсан, кăвапине çĕçĕпе е пуртăпа касаççĕ: çĕçĕ пек çивĕчĕ пултăр! теççĕ. Кăвапине пуртă çине хурса, çĕçĕпе касаççĕ, ак çапла каласа: ĕçе хавас пултăр! Икĕ тĕрлĕ калаççĕ. Примеч. Хĕр-арăм çăмăлланаймасан: упăшкине йăвăр, усал сăмах каланă пулĕ, теççĕ. Çавăнпа арăмĕ урлă упăшкине виçĕ хут каçараççĕ. Упăшки: унăн çылăхне каçаратăп, тет. Ача çуралсанах, çăварне çу хыптараççĕ. Ачана тĕне кӳртсен, пăртак пурăнсан, ача чăкăчĕ чӳклеççĕ. Чӳклессине пĕр-пĕр чухне ĕçсе-çисе ларнă чух чӳклеççĕ. Сĕтел çине çăкăр, ун çине пĕтĕм чăкăт хураççĕ. Унтан, ура çине тăрса чӳклесен, çăкăрĕпе чăкăтне вакласа, валеççе параççĕ. — Ĕмĕрлĕ пултăр, кунлă-çуллă, пултăр! теççĕ. Пĕр-пĕр çыннăн ача çуралсан: çĕнĕ кайăк çуралнă, теççĕ. Унтан тата ыйтаççĕ: ылттăн-и, кĕмĕл-и? теççĕ. Ылттăн — ывăл ача, кĕмĕл — хĕр-ача. Пин тенкĕ, теççĕ, çĕр тенкĕ. Когда родится ребенок, ему обрезывают пупок. Если родился мальчик, то пупок обрезывают ножом или топором, со словами: «Пусть будет остр, как топор». Пупок кладут на топор, разрезывают ножом и говорят: «Пусть будет работящим!» Говорят двояко. Примеч. При трудных родах делают предположение, что жена когда-нибудь сказала мужу что-нибудь оскорбительное и нехорошее. Поэтому заставляют мужа переступить через жену трижды. Муж заявляет, что он прощает своей жене грех. Как только родится ребенок, ему дают в рот немного масла. Немного спустя после крещения, молят ребячий сыр. Этот обряд справляют во время пирушки. Кладут на стол хлеб, а на него непочатой сыр: потом встают, совершают моление, а хлеб и сыр раздают по частям присутствующим. При этом говорят: «Пусть будет долголетен!» Если у кого-нибудь родится ребенок, то говорят: «Родилась новая птичка» (или: зверек). Кроме того, спрашивают: «Золото или серебро?» Золото — мальчик, серебро — девочка. (На это отвечают): «Тысяча рублей» (если родился мальчик и) «сто рублей» (если родплась девочка). Ср. Алг. Ача çуралсан. Пуçламан чăкăт илеççĕ, пуçламан çăкăр, сăра ăсаççĕ. Кĕл-тăваççĕ турра: турă! ху çуратнă чунна лайăх ырлăх-сывлăх пар пурăнма. Алăк уçса, пуççапаççĕ турра. Когда родится ребенок. Берут непочатой сыр и непочатой коровай хлеба, нацедят пива и молятся богу: «Боже! дай счастья и благополучия живому существу, созданному тобою!» Отворяют дверь избы и делают земные поклоны. Собран. 195. Ача çуратсан, ăна, тĕне кӳртсе, уйри тăр-пĕччен ларакан йăвăç патне илсе каяççĕ, унта хăйсем урăх ят хураççĕ; урăх ят хумасан, ача пурăнмасть, теççĕ. Когда родится ребенок, то его окрестят и отнесут к дереву, одиноко стоящему в поле. Там они дают ребенку другое имя, думая, что в противном случае ребенок не будет жить. Ст. Чек. Эпĕ ача çулĕнчен тухнă ĕнтĕ. Я уже вышел (вышла) из детского возраста (гов. когда исполнится 12 лет). Ib. Эс ача мар ĕнтĕ, ача çулĕнчен иртнĕ ĕнтĕ. Ты уже не ребенок, твои детские годы уже прошли. Ib. Ялан ача пулăттăн. Ты все хотел бы быть ребенком. Собр. 71. Ача пăхакан выççа вилмен, йытă пăхакан выççа вилнĕ, теççĕ. Кто ухаживает за ребенком, не умрет с голоду, а кто воспитывает собаку, умрет голодной смертью. Альш. Варвари Пăрăнтăкран Кашана качча кайнă. Ачине тутар арăмĕпе тунă, тет. Варвара вышла замуж из Бурундуков в Елховоозерную. Говорят, что при родах у нее была бабкой-повитухой татарка. N. † Улма пахчи турăм та эп, ача кулли пулчĕ вăл. Я рассадил яблоновый сад, но он достался в добычу детям (т. е. они воровала из него яблоки, ломали деревья и пр.). Ч.С. Эпĕ: халĕ мана никам та чаракан çук, тесе, ар шухăшăмпа шухăшласа ларатăп. Я сижу и думаю своим детским разумом: «Теперь меня некому останавливать» (т. е. удержввать от шалостей и проч.). Шурăм-пуç З. Çĕнĕрен тӳрри пур теççĕ те, çĕнĕрен тӳрри пур, теççĕ. Ай-хай, ача Учун пур та, çав Ивана пăрахаймаçть. Говорят, что имеется новый друг (любовник), а она, Ульяна, не можст бросить того Ивана. N. † Ай-хай ача Татьяна Киштек çулĕпе сиккипе. КС. Вăл ачи унăн кампа пулнă-ши? От кого у нее этот ребенок? Якейк. Валтанхи ар, хырăмра чох, эпĕр, туран куççа, анса лартăмăр. Когда я ходила первым ребенком, мы переселились с верхнего конца деревни на нижний. Шорк. Ачана кипкепе тыт. Держи ребенка в пеленках. КС. Эй, ачупа пĕрле!.. йĕрĕнтермĕш!.. Эх, чтобы тебя с твоим ребенком!.. Надоедник!.. Сред. Юм. Ача ӳкмен, сурчăк ӳкнĕ! Пĕчик ачасĕм ӳке парсан, пысăккисĕм, ачана тăратнă чухне, ача ӳкнĕ çĕре сурса, çапла калаççĕ. Не ребенок упал, а плевок! Когда упадет ребенок, то взрослые, поднимая его, плюют на то место, где он упал, и произносят эти слова. Чебокс. Тепĕр кун, кăнтăрлахи кĕлĕрен тухсан, атте ачана çĕклерĕ те, урамалла йăтса тухрĕ. На другой день, после обедни, отец взял ребенка (мою маленькую сестру) и понес ее куда-то на улицу. Собр. 103°. † Сак çинче ача вылясан, ашшĕ-амăшĕ курать — савăнать. Когда на нарах играет ребенок, отец с матерью смотрят на него и радуются. ХVIII. З1. Сак тулли ача пар. Дай полные нары детей. (Из моленья). Нюш-к. Ача пăлатна пулсассăн, уна пĕр çулталăкранах ĕмĕртме пăрахтараççĕ. Если ребенок здоров, то его советуют отнимать от груди, как только ему минет год. Ib. Тата тĕлĕкре пĕчик ачана курсан та, чирлессе, теççĕ. Говорят, что видеть во сне маленького ребенка также предвещает болезнь. Курм. Ача çăлтан топрăмăр. Мы нашли в колодце ребенка. Так говорят, когда родится ребенок. Вир-ял. Çав хĕр мана ача тет; аллине ача тытмасăр çав хĕр качча ан кайтăр! Эта девка называет меня мальчишкой; пусть не выйдет она замуж раньше, чем родит («возьмет в руки») ребенка! Шел. П. 66. Ача туман арăм ача тăвасшăн вилесене (покойникам) панă вĕт ăна (лоскут холста). Сарат. «Çывăр, ачам (хĕрĕм), çывăр! Аннӳ кайнă çырлана; татнă-татнă — ывăннă, унтах, выртса, çывăрнă. Аçа çаптăр, çиçĕм çиçтĕр, пирĕн аннене (или: санăн аннĕне) вăраттăр. Пирĕн анне вилсессĕн, çĕнĕ анне илĕпĕр. — Çĕнĕ анне аван мар, кивĕ анне аванччĕ: çĕнĕ курнитса ăшă мар, кив курнитса ăшăччĕ. Ст. Айб. † Чипер ача куйланать савнă ачи килментен. Красавица тоскует оттого, что не пришел к ней милый. Абыз. † Атăл çинче алă майра, сараппань виттĕр çил вĕрет. Пирĕн ачисем пулчĕ (ç) пӳлч (= пулĕ?) На Волге 50 русских женщин; сквозь их сарафаны продувает ветер. Вероятно, это были наши ребята. Альш. Вĕрентесси теплелле, çынсем унта темĕнле, епле пурăна пĕлмелле? тетĕп. Шухăша юлтăм хайхи ача. Как еще будут обучать? Каковы-то там люди? Как там жить? Задумался парень (т. е. я). N. Ыйтат, тет, ку хĕрĕнчен: камран сан ку ачу? тесе. Спрашивает этот у дочери: «От кого, говорит, у тебя этот ребенок?» Сказки и пред. чув. 17. Сĕм вăрманăн ачисем йăвисене кĕреççĕ. Дети дремучего леса входят в свои жилища. Регули 1248. Эй она ачан корса. Эп она арăмăн илтĕм. Я ее видел еще ребенком. Я ее взял вдовой. С. Тим. † Вун çитĕ çулхи ачупа кам юратса вылямĕ. С 17-тилетним юношей кто не пожелает играть? Альш. † Ашшĕ-амăшĕ ӳксе, йĕрсе юлчĕ ытам тулли сарă ачишĕн. Родители плакали навзрыд («упавши») о своей милой красавице дочке. Кратк. расск. 20. Атте, яр ачуна пирĕнпе. Отец, отпусти сына с нами. Изамб. Т. Унта халăх пухăннă çĕре асламăшĕ: ачи, ачи Павăлĕ! Пăхран-шăкран тасалнăччĕ, шыва кайса вилейчĕ, тесе, кăçкăрса йĕрет. Там, при собравшемся народе, бабушка (его) ревет благим матом, пряговаравая: «Бедный Павел! Только что ты успел вырости до того, чтобы ухаживать сам за собой, и уж утопул в речке!» N. Эсир пĕлекен Хурамал ачи Елеазар (конец письма). Известный вам Карамалинский парень Елеазар. Лашман. † Урамăрсем тӳрĕ пулас пулсан, хĕрхенмĕттĕм йĕс кĕлелĕ аттăма; ачисем ачана çитнĕ пулсан, хĕрхенмĕттĕм кĕмĕл çĕррĕме; ачисем ачана, ай, çитеймен, кĕмĕл çĕррисем ăстантан тухайман. Если бы улицы были прямые, не пожалела бы я своих сапог с медными подковками; если бы парни были на возрасте, не пожалела бы я своего серебряного кольца... Парни еще не выросли, серебряные кольца еще не вышли из литейного стана. Собр. † Çинçе пилĕк сар ача пĕччен çывăрнă чух, ай, пулайинччин! Ах, если бы красивый юноша с тонкой талией был около меня, когда я сплю одна. Эпир çур. çĕр-шыв. Шкулта пурĕ 90 ача вĕренет: вĕсенчен 50 ача хамăр ял ачи, 40 ача урăх ял ачисем. Альш. Ачапа вилнĕ. Умерла из-за ребенка (т. е. от родов). Ib. Çăмăлланаймасăр вилнĕ. Умерла, так как не могла разродиться. Ib. Çав çынпа пулса (çӳресе), ача тунă. Прижила от этого человека ребенка. Макка 142. Ача, пурăнасса нимĕн шухăшсăрах тенĕ пекех пурăнатăп. Живу я, братец, без всякой думушки и заботушки. || Qui blanciius alloquuntur, primae personae terminationem addunt. Прибавление к этому слову суфф. притяж. 1 л. ед. ч. делает обращение более ласковым. Изванк. Кин ачам! çынна ытла йăвăр сăмах ан кала, çынна тĕксе ан яр, ачам, çын сăмах хыççĕн кăлăх ан кай, хуна ху пĕл. Милая сноха! не говори другим оскорбительных слов, не отталкивай от себя людей, не поступай необдуманно по чужим советам, знай сама себя. (Наставление, даваемое молодой стариками и старухами; из обр. «Çĕн-çын яшки»). Ст. Чек. Ачам, кăлăхах çынпа вăрççа ан çӳре. Не бранись, дитя мое, попусту. || De pupa. О кукле. Сред. Юм. Калăпа пир таткисĕмпе чӳркесен, пĕчик ачасĕм: ача, тесе, çĕклесе çӳреççĕ. || In allocutionibus significat sodalem. Нередко употреблаетея в обращениях, в смысле брат (к лицам обоего пола, как и это русск. сл.). Б. Олг. Çитмест-и сана ик сом вонă пус? — Ах, ачам, çапла йӳн полат. Не будет ли с тебя шестидесяти копеек? — Ах, это, брат, (слишком) дешево будет! Ст. Чек. Ача, атя шыва кĕме каяр. Идем, брат, купаться.

ачаллă-пăчаллă

i. q. ачалă-пăчалă, N. Юлашкинчен пĕр-пĕр ачаллă-пăчаллăрах çынна асăнса, ак çапла йĕрет. Наконец (невеста) называет по имени кого-нибудь из тех, кто имет больше детей, и причитает так. Якейк. Йăван, нумай полать-и-ха эпĕр ачасампа пĕрле ăрамра выляса çӳрени? Халь, хамăр ачаллă-пăчаллă полтăмăр! Давно ли мы, Иван, играли с ребятами на улице? а теперь сами обзавелись детьми!

ача-пăча

(аζ’а-п̚ы̆ζ’а, аџ̌а-п̚ы̆џ̌а; Пшкрт ача-п̚ы̆ча), liberi, дети. Изамб. Т. Санăн ача-пăча пур-и? У тебя есть дети? К.-Кушки. Унăн ачи-пăчи (или: ача-пăча) пур-и? У него есть дети? Сирĕн ача-пăча пур-и? У вас есть дети? Вĕсен ача-пăчи (или: ачи-пăчи) пур-и? У них есть дети? Пирĕн ача-пăча çук. У нас нет детей. Собр. 196°. Капла эпир, мĕскĕн çынсем, пĕр ача-пăча та кураймарăмăр. Значит, нам, беднякам, не пришлось иметь ни одного ребенка. СПВВ. Х. Ача-пăча хыççăн кайнă сĕтел ури айне кĕрсе вилнĕ. Тот, кто подчиняется (потакает) детям, умер, залезши под стол. (Послов.). Янш.-Норв. Сана пуççапатпăр, сана асăнса витĕнетпĕр: ачу-пăчуна чарса тăр, вĕсем те пулин пире ан аптраччăр; эпир сана мĕн панине вĕсене те валеçсе пар. Мы поклоняемея тебе и молим тебя: удерживай своих детей и не позволяй им нас беспокоить (донимать); от того, что мы дали тебе, ты удели и каждому из них. (Из молитвы киремети). Якейк. Ачи-пăчи чей стаккань, эпĕр хамăр сохан юççи. Другие дети — точно чайные стаканчики, а мы — точно луковая горечь (т. е. плохие). Мыслец. Ача-пăча курас мар! Не видать мне детей! (Клятва). Ст. Чек. Ача-пăча ан курам! (то же). || Eadem voce in precando semet ipsos signihcare solent. Этим же словом молящиеся обозначают в молитвах самих себя. Айван ача-пăча кĕллине хапăл ту. Прими молитву глупых детей, т. е. нашу.

ачашлантар

(-дар), mollem reddere, lascivire sinere. Понуд. форма от ачашлан. О сохр. здор. Эпир, сивĕрен хăраса, хура кĕрпех кĕрĕк тăхăнса çӳресен, нихçан та çара уран çӳресе курмасан, вара чăнах та хамăра хамăр ачашлантарса яратпăр. Если мы будем одеваться с ранней осени (до снега) в шубы и никогда не будем ходить босыми, то мы действительно изнежим себя.

пусăран

пусрăн, (-зы̆-), осесть, слежаться. Ст. Чек. Шурăм-п. Кăçал юр çанталăк ăшăтичченех çуррине яхăн пусăрăнчĕ. Çутт. 114. Пур çĕрте те шурă юр хĕвел ăшшипе пусăрнат. Толст. Пусăрăнман юр çинче йĕлтĕрсем пĕрер шите яхăн, хăш-хăш тĕлте ытларах та путса пыраççĕ. В. Олг. Посăрăнса, осело (строение). Изамб. Т. Лашасем таптанипе малтан хулăм сарăм пусрăнать. || Успокоиться, остепениться, улечься (о сердце), утихнуть, смириться. N. Унсăрăн унăн чунĕ пусăрăнмасть (не успокаивается, не улегается). Юрк. Тыррисене çынсенчен малтан анкартне кӳртсен, чунĕсем пусăрăнаççĕ. Бур. † Пирĕн çамрăк чĕресем пусăрăнмаççĕ, хамăр тăвансене курмасан. Альш. † Çакă тăвансене курмасан, ман çамрăк чĕресем пусăрăнмаст. Кĕвĕсем. Пирĕн çамрăк чĕре пусăрăнмас, хамăр пуçа хуйхăсем ӳкмесĕр. N. † Пирĕн çамрăк чĕресем пусăрăнмас, пирĕн тантăшсене курмасан. Сред. Юм. Ăш посăрнмас, не спокойно на душе. Изамб. Т. Çил пусăрăнчĕ, вут пусăрăнчĕ. Ib Тепĕр кунне ирхине тăман пусăрăнчĕ. N. Унăн хуйхи пусăрăннă вара. N. Унăн кăмăлĕ пусăрăнма пĕлмен. Альш. Ире яхăн лăпланчĕ (пожар утих), тин хай чун пусăрăнат. N. Пусăрăнса туйми пулса тăр. КС. Ахăракан ăйăр акара пусăрăнать. Янтик. Халĕ чыстиех пусăрăннă вăл, текех çамрăк чухнехи мар çав: вăйĕ те сахалланчĕ пуль, укçисем те пĕтрĕç пуль! (финансовая сторона растроилась). ЧП. Матур йĕкĕт пусăрнать хĕр илсе (успокаивается). Баран. 253. Хăшĕ (люди) нихăçан та пĕр вырăнта пусăрăнса тăмаççĕ (все время бродят с места на место). Ib. Кайран хăй çапах пусăрăнса тăрайман (не унимался). Энтипе тек чăрмантарса пынă.

пуç

, поç, (пус, пос), голова. N. Чăхă пуç орлă вĕçсе каçса кайсан, лайăх мар, теççĕ. СТИК. Пуç сăрăлтатса карĕ. Ib. Питĕ хытă ывăнсан е чирлесен, юн вĕрипе пуç сăрăлтатса тăрат. Ib. Хур пуçне кил хуçи çиет, мĕншĕн тесен вăл кил пуçĕ. (Обычай). N. Ах, пуçăм (головушка) ыратать. Кама 47. Капла пуçа тăратса ларни те юрамасть. Ib. 16. Пуçна пулашшĕ япала! Ib. 5. Пуçна тивтĕр юлашки. Намăссăр, йытă! Шалчу тулĕ-ха. Ачач 34. Хирĕç-мĕн пулсан, ырă ятпа чĕнсе, çĕлĕк илеççĕ. Пуç таяççĕ. Ерк. 6. Кам илтмен ун çинчен? Кам курсан пуç таймасть? Альш. Пуçу ыратат-им? (Сочувствие). Кан. Хĕрарăмсем пуç çинчен пĕркенме пăрахнăшăн хĕсĕрлекен çын. Изамб. Т. Вĕсем пуç ухашшĕн анчах шыв вĕретеççĕ. N. Çав хĕрсем пурте çара уран, юне(в др. говорах: йӳле)-пилĕк, çӳçне-пуçне тустарса, пуçне ухса пыраççĕ, сиккелесе. Орау. Пуçу, çан-çурăму пĕçермест-и? Вĕриланса выртмастăн-и? С вами жару нет? С вами жар? Ib. Пуç, çан-çурăм пĕçерсе çӳрет; вĕриланса çӳретĕп. Якейк. † Сарă хĕрсем амăшне виçĕ сомах калăпчĕ, виççĕ пуçран шăлăпчĕ хĕрне сарă тунăшăн, хĕрне корса па(л)лăпчĕ, тытса тота тăвăпчĕ. Ib. Мĕн пуçа пăркаласа тăран-ка? Сан çия çавах никам та пăхмаçт. Каша. † Хрантсус явлăк пĕчĕкçĕ, пĕчĕкçĕ те, пуç тулли. N. Ирхинеччен ту, атту сан пуç, ман хĕç, тесе калать, тет. Скотолеч. 33. Сурăхăн пуçĕсем, хăлхисем, тутисем, шăмă сыпписем пăсăлса, кĕсенленсе каяççĕ. N. Ирхине тăраççĕ, тет те, хуçийĕн пуçĕсем шыçса кайнă, тет. Толст. Пуçĕ çине йăванса кайрĕ. ЧП. Пире тăван кĕтет, хай, чыспала, чӳречинчен пуçне, хай, илмесĕр. Ала 8. Хĕрсем уна курсассăн, пур те чӳречене пырса пуçĕсене чикнĕ. Альш. † Çак тăвансем патне килсессĕн, çамрăк пуç çĕклейми си куртăм. Альш. Пуçа сĕлтĕпе ухас. Надо голову мыть щелоком. Скотолеч. 34. Сурăха пуç çавăрăнакан тăвакан хуртсем йытă ăшĕнче пурăнаççĕ. Сред. Юм. Пуç çавăрнакан сорăх пик (как шальная овца), ниçта кайма аптраса çӳре парап вит (повышение голоса на çӳре). N. Пуçа тăратса ларат. Орау. Арпус пуç (гололобый), лашăна çавăтса кайĕ ак. Йӳç. такăнт. 24. Пуçна çапса çурам. N. Тата каллах çав сăмаха кала-ха, поçна çапса çорам! Тим. † Эрнекунпа шăматкун — пуç кăларми тăман кун. N. Поç патне тӳрех кайрĕ. Сред. Юм. Пуçран çапнă сôрăх пик çӳрен çанта ним пĕлмесĕр, çынсĕм мĕн сăмахланине те пĕлместĕн. Ib. Пуçа çĕклемесĕр вырать. Жнет до того торопясь, что голову не поднимает. Ib. Пуçа та касса кайĕç ôн ачисĕм. Очень злые, так что и голову отрубят. Ib. Мĕн халь, пĕр пуç, пĕр кот, кăçта савнă, онта кай. Ib. Пуç патне пыра пуçларĕ (ӳсĕрĕле пуçласан калаççĕ). . Пуçна персе шăтарăп. Голову расшибу. КС. Пуçа ăш(ă) тиврĕ. Угорел. Изамб. Т. Пĕлтĕр акă тырă та ĕлкĕрмен, ĕçсĕр халăхсем (бездельники), тыр вырма тухмалла, тесе, туррăн пуçне ыраттарнă, çавăнта тыр вырма тухас уммĕн, тырра пăр çапса кайрĕ. Ib. Усемпе ĕçсе ман пуçа тата ытларах кайрĕ. Орау. Кил-ха эс, эп сана пуçна касса ярăп (это говорят редко, или: пуçна çапса çурăп, или в Рак.: мăйна пăрса ярăп). Ты вот приди-ка, я тебе башку-то сверну. Ау 46. Ку ачасем мана кирлĕ мар, вăсене аташтармасан, ман пуçăм е хыçăм, тенĕ. Ib. 52. Аташтармасан сирĕн пуçăр, ман хыçăм, тенĕ. О сохр. здор. Ун пек тăвасси те хĕнех мар, пуçра пур çын ăна часах тума пултарать. N. Пуçĕсене пыра пуçларĕ (стали хмелеть), курнать. Собр. Çурăхсене час-часах, пуç çаврăнакан пулсан, сурăхинĕн пуçне картана алтса пытарсан, ӳлĕмрен сурăхсене пуç çаврăнакан пулмас, тет. Якейк. Пуçа çырнинчен иртимăн (судьбы не избежишь). Пуçа тем çырнă, штан пĕлес. Шорк. Поç çавăрннă сорăх пек (гов. о человеке со слабой памятью). С. Алг. Тĕл пултăмăр урхамах, пуçне тăсма ал çитмест. Орау. Курăс касма кайиччен çак пурана каскаласа пĕтересчĕ: ытла пуç çинче тăрать (давно уже надо было сделать, дело не терпит). Ib. Пуçа килсен пушмак, тит, пултараймасан та пултарăн. Если надо будет, то сможешь. Йӳç. такăнт. 35. Ĕç, кум, хам пуç пур чухне! Сред. Юм. Пуç умне çитсен, пуçа кăшăл тăхăнать, тет. (Кил-пуç çынни пулсан, пурне те хăй пĕлет вара, тессине калаççĕ). || Глава. N. Вĕсенчен пĕри, чи усалли, юрăхсăрри, Авимелех ятли, пуçа тухнă та, тăванĕсене пурне те вĕлерсе пĕтернĕ. Ала 63. Сирĕн çие çак çынна пуç турăмăр. Мы сделали его над вами главою. N. Йĕксĕк пуçĕ! (брань). N. Хăш çĕрте халăха пĕр çын пуç пулса пăхса тăрать, хăшинче тата халăх хăйне хăй пуç пулса патшалăха тытса тăрать. Полтава. Орлик ятлă çыруç — пуç. «И Орлик гетманов делец». Орау. Пуç пулса çӳрет?! Кам эсĕ вара капла, ял хушшинче пуç пулса çӳрен. Кармалы. Арçын пуç хĕрарăм пуç мар. N. Хăй пуç пулма çӳрет. || Индивид, личность. N. Пĕр пуçпе укçана çтă чикет. Пĕр пуçупа укçана çта чикетĕн. N. Те пуç (сам человек) каялла киле тавăрнать, те тавăрăнаймаçт, тесе (дума уходящего на чужбину). N. Хăйсенĕн пуçĕсене пит асла хураççĕ. Истор. Лайăх пурăннă чух пуçне пит асла хывнă, пуçа хĕн килсен, тӳрех хăраса ӳкнĕ. Пазух. Ан хапсăнăр тĕнчен мулĕсене, çылăх пулĕ çамрăк пуçсене. || Конец. Орл. I, 281. Пĕр пуç çăка, тепĕр пуçĕ юман, варинче мăкăр. (Çапуççи). Альш. † Чӳречĕре уçса ярăр: алшăлли пуçĕ курăнтăр. Ib. Сĕтел пуçне, сак çине лартаççĕ вĕсене. N. Сĕтел пуçне иккĕшне арăмĕпе ура çине тăратса... N. Сĕтел пуçне, урлă сак çине ларса... Б. Олг. Çанта лапка поçне каþăмăр, колач çисе ларатпăр. В. Ив. Хăшĕ тата вăрлăх валли кăшăлăн пуçне уйăрса илеççĕ. N. Вăл пĕренерех тунă ахаль пӳрт майлах: тăватă кĕтеслĕ çурт пек ларать; анчах унăн çумне икĕ пуçĕнчен икĕ пура пураса çыпăçтарнă. Ст. Чек. Хутăн пĕр пуçне шĕвĕр тăваççĕ, ăна хăлхана лартаççĕ, тепĕр пуçне вут тивертеççĕ. Орау. Икĕ пуçпе те пĕр пекех йăванса анса ӳкрĕ (упало плашмя). Янш.-Норв. Варĕнчи йăлтăрка, икĕ пуçĕнче (по сторонам ее) мерчен шăрçасем (на нитке). Цив. Тата пĕр çăмарта илсе, ăна пĕр пуçĕнчен хуратаççĕ. Торп-к. Унтан пĕр пуçĕнчисем тепĕр пуçĕнчи ачанăн алли айăн тухаççĕ. N. Пуçĕнчи, на его конце (амбара). Регули 1164. Пĕр вăрман поççĕнчен кĕрсе, тепĕр поçне каç полăрах аран тохса. Ib. 1165. Пĕр орам поççĕнчен кĕрсе, тепĕр поççĕнчен тохрăм. Пшкрт. Ял поçăнчан ял поçна, от одного конца до другого. Янш.-Норв. Вăл масар пуçĕнчен пирĕн ял хушшине питĕ тарăн типĕ çырма анать. N. Маншăн пусан, кăçта кайсан та пĕр пуç (один конец). || Боковые стороны (концы) строения. Ст. Чек. Кĕлет пуçĕ, лаçă пуçĕ, ăрамра кĕлет пуçĕнче; алăк айĕнче, кĕлет пуçĕнче: сыснапа пĕтернĕ пуçĕсене, е вырăна урлă май пуçне калаççĕ — в противоположность кĕлет умĕ, кĕлет хыçĕ. Ачач 82. Пурте лаç пуçĕнче выртакан çăка каска çине лараççĕ. Кильд. † Пирĕн пӳрт пуçĕнче-улма йывăç, турачĕсем çинче чĕкеç чĕпписем. Чиганар. Вăсем кĕлеткисене пӳрт поçне çакаççĕ. Ib. Пӳрт поçĕнче çор çăкăр çакăнса тăрать. (Уйăх). || Перед. Яргуньк. Эпĕ пуçа çуна пуçне чиксе те, малалла пăхман. | Начало. N. Çавăнпа вăл çыру пуçне адрĕсне çырас пулать, тет. Ст. Чек. Уйăх пуçĕнче (в начале месяца) чӳк тунă. || Вершина, верховье. Альш. † Çичĕ çырма пуçĕнче çырла нумай, çĕр сахал. V. S. Çырманăн çӳлĕ пуçĕнче курăк аван ӳсет. ТХКА 39. Тарăн çырма пуçне вăрманта пирĕн сыснасем хăйсене выртма шăтăк чавнă, тет. || Голова (сахара). Изамб. Т. Пĕр пуç сахăр. Ib. Сирĕн миçе пуç сахăр? || Голова (о скотине). N. Çичĕ пин пуç вак выльăх. || Семья пчел. ТХКА 65. Вунă пуç хурт усрарăм. Вуннăшĕ те арчаллă вĕллеччĕ. ТХКА 5. Вунă пуç хурт усраттăм. Вуннăше те арчаллă вĕллеччĕ. || Колос. Менча Ч. Пӳне Атăл хăмăш пек, пуçне чакан пек, çăмарта хĕрли пек тутлăхне парăсăнччĕ. (Моленье). Хăр. Паль. 40. Пуç сăхакан ыраш, тата шавласа выртакан шывсем çинчен камăн илтес килмĕ. Икково. Орпа поç прахать-и мĕн, ста каян васкаса; тепĕртак ларсан, орпа поç прахма поçлать. ЧП. Пуç пăрахать (урпа). Ib. Шур пуç кăлар (пиçен). Пазух. Анкартисем хыçне кантăр акрăм, вăхăт мар-ши пуçне татмашкăн. || Головка сапожная. Чем люди живы. КС. Атта пуç сыптарас. || Волосы. N. Пуçа кастартăм та, çăмăллăнах туйăнчĕ. || Жизнь. ЧС. Эсĕ пирĕн сăмахăмăра итлемесĕр ху пуçна ху çухатăн. Байг. † Пуçă каймĕ тантăш, мулă кайĕ, вăрласа ил савнă хĕрĕсе. Лашм. † Пирĕн пуçа çини эсĕ мар мĕн. Ст. Шаймурз. † Епле хăйсене хăйсем шеллемеççĕ, пуçĕсене хĕрхенмеççĕ. Б. Хирлепы. Эсĕр-и ман пичисен пуçсене çакансем (= çиякансем, çиекенсем, т. е. губители). N. Эпĕ вунă çула пуçăма ярам. Баран. 65. Этемсем ушкăнĕ-ушкăнĕпе çулăмран тухса тарнă. Хăшĕ пуçне хăтарасшăн чупнă, хăшĕ çавăнтах вилĕме кĕре-кĕре ӳкнĕ. Ib. 56. Харăс чарăнаççĕ: пĕтнĕ пуç пĕтнĕ, ăçта кайса çухалмасть тесе, тĕпĕ курăнми тарăн çырма урлă сиктере параççĕ. Ib. 31. Пилĕк пус ман пуçа çирĕ. Пилĕк пусран пуçласа, ак мĕн курмалла пултăм. N. Ку вăрçăран пуçа исе тухса пулать-и? Ст. Шаймурз. Тархасшăн илсе ан кил, пуçма çиетĕн ĕнтĕ, тет. Пожалуйста не приводи ее, а то погубишь меня. Сунт. Аттесене хирĕç пулса, çакăнта килсе (замуж) пуçа çирĕм. Бгтр. Вăсам малтан вониккĕн полнă, кайран пĕри хăй поçне çинĕ, тенĕ. N. † Хурăн тăрне хурт çирĕ, манăн пуçа эсĕ çирĕн (кĕрӳшĕ). К.-Кушки. Чун юратман ачаран пуç хăтарса пулмарĕ. N. Çĕмĕрĕлме кай, çунса кайтăр, ман çамрăк пуç çухалчĕ. Собр. Вăттисĕн сăмахне итлемесен, пуçне çухатать, теççĕ. || Благодарение. Хурамал. || В чувашизмах. Орау. Вулани пĕртте пуçа кĕмеçт (ничего не идет в голову). Ст. Ганьк. † Ах, аттеçĕм, аннеçĕм! Шухăшла-ха пуç тавра: манран мĕскĕн ачу çук. N. Манăн пуçа касса ан çӳретĕр, килте пурăнтăр. N. Шухăшлассисем килсен те, тĕпĕ-йĕрĕпе шухăшласа, пуç тавăра çавăрса илме пултараймаççĕ. Альш. Хĕрĕ каланă: эсĕ лаша тĕсе аслаçăна хăй пуçне вĕрентрĕн, тет. Т. Григорьева. Пуç тавра шухăшламасăр ĕçе ан тытăн, теççĕ. (Послов.) Рак. Турă сывлăх патăр та пуçăра (пусть даст вам здоровье). N. Çамрăк ача çамрăк пуçĕпе ватă çынсене вĕрентет. Ск. и пред. 93. Пуян хĕрĕ пуçупа мĕншĕн çапла хăтлантăн? Рук. календ. Прокоп. Мишер пуçĕпе мишер те, таса тумасан, арăмне: эсĕ чăваш арăмĕ пек хытланатăн, тесе вăрçать. Юрк. Авă эпир мар, улпут пуçĕпе чиркӳ тĕлне çитсен, çĕлĕкне хывса илсе, сăхсăхса илет, тесе калаçчăр, тесе шухăшласа, малти чиркӳсем тĕлне çитмессерен, пуçĕнчи çĕлĕкне хывса илсе, чиркӳ çине пăхса сăхсăхса илет. ГТТ. Пуçне ниçта кайса чикеймес. Трхбл. Епле эс учитĕл пуçупа веренмен хĕре илсе ятăн? — Е, пĕррелĕхе пырĕ-ха. ЧС. Эсĕ халĕ çамрăк пуçупа халиччен çук йăлана туртса кăларатăн ĕнтĕ. Урож. год. Вăл хăй ватă пуçĕпе суха касси йĕрĕпе кун каçачченех утать. Н. Карм. Пит пуçа йывăр киле пуçларĕ (на должности). N. Чипер сывă пуçпа кайса килĕ вăл. N. Чĕр пуçăмпалах çĕр айне кĕрсе выртасчĕ. N. † Пуçма ятăм ирĕке сарă хĕрсем суйлама. Альш. † Сирĕн пекех лайăх çын халь умĕнче, сĕтел умне тăрса юрлаймăп: кĕçĕн пуçма асла хураймăп (хываймăп). Ib. Пуç кăна сыв пултăр: пуç пулсан, пурăнан вара, теççĕ. С. Айб. † Ай-хай пуçăм çамрăк чунăм, тата мĕн курасси, ай, пур-ши? Емельк. † Эсир те ватă, эпĕр çамрăк, сире пуçапмасан, пуç пулмаçт. N. Тин пирĕн пуç пĕтмели килет. (Из письма). Изамб. Т. Мĕн тăвас тен: ӳстерĕ çав, пуç çине ӳксен (если так пришлось, воспитает). N. Вĕсен пуç пурăнăçĕнче ĕмĕрлĕх савăнăç пулĕ. ЧС. Сана, хамăр пуç пурăнсан, çулталăкран тата чӳклĕп. (Из моления). Ib. Ача-пăча сăмаххине итлесессĕн, пуç та пĕтĕ. (Гов. мать). N. Пĕтĕм пуçĕпе йĕрсе ячĕ. Ск. и пред. 61. Çавăнта никам та ирĕклĕ пуçпах Мăншу çынĕнчен анакансем çук. Сред. Юм. Пуçа йытта хывнă та, чирлĕ тесе вырта парать вит, хăйĕн-ха нимĕн те ыратмас. N. Хам умра темĕскер, çавра çил пек, юра сирпĕтсе ман умалла тӳрех, пуç каснă пек килет; хăранипе хăйне хăй пĕлмест.

пуçла

начинать, починать. N. Пуçласа ярар! Давайте начнем! (напр. заседание). Регули 8. Пичи та ĕçме пуçларĕ Ib. 1219. Вутă çолма поçласанах çанталăк лайăхчĕ. Cред. Юм. Тӳрлене пуçласан, коша пуçларĕ; ӳт иле пуçларĕ. Кн. для чт. 77. Эпĕ унта пуçласа каятăп-и мĕн? Эпĕ пĕлтĕр те нумай вăрларăм, хуçи ăна сисмерĕ. Якейк. Пуçламан коккăль, пуçламан хуплу, пуçламан пичке, пуçламан копăста катки и т. д. Шишкин. † Потĕр-потĕр потени лаптак корăк йоратать, эпир хамăр çавнашкал, поçламан хоплу йорататпăр. N. Çак школăсене малтан пуçласа яракансем. Аттик. Пуçламан çăкăр, непочатый хлеб. Ёрдово. † Атте эпир киле каятпăр, поçламан полштов пор-и вара? Пиче эпир киле каятпăр, поçламан пичке пор-и вара? || В качестве вспомогательного глагола в описательных оборотах. Орау. Эп чей ĕçе пуçлап. Я сейчас буду пить чай. Юрк. Килне таврăна пуçлат. Отправляется обратно домой. Тораево. Йăван киле тавăрăна пуçланă. N. Вулама пуçланă.

пушан

, пошан, (-ж-), опустеть; освободиться. N. † Аттен пурчĕ пусăк пӳрч, хамăр килсе толтартăмăр; эпир тухса кайсассăн, пусăк пӳрч те пушанать. (Ĕçкĕ йори). N. Пĕтĕм тĕнче пушанса юлчĕ. N. (Вăл каларĕ): ĕçĕрсенчен пушанăр. N. Уйран çортри кĕлтисем поçтарса кĕрсен, ĕçрен пошанаççĕ, авăн çапасси анчах юлать. Юрк. Çав кунсенче (в те дни) эпĕ те пушанатăп, иксĕмĕр вара ун чухне Пӳркелне хăнана кайса килме тăрăшăпăр. Ib. Çыру çырса яма пушанаймастăп (не найду времени). || Ослабнуть. Ядр. † Çăварни лаши таханлă, кайри тахан пушанчĕ, ютри варли сивĕнчĕ.

пӳл

(пӳл'), загородить. Янтик. Тăвайккинче юр ишĕлсе анчĕ те, çула пӳлсе хучĕ (пӳлчĕ). Юрк. Маччи хăмисемпе, урай хăмисемпе пӳрчĕ вырăнне (усадебн. место), урам хĕррине, пӳлсе хурат. || Перебивать, оборвать. Шибач. Каласси, тет, каласа кăтартăп, тет, кам та кам, тет, мана пӳлет, тет, çирĕм пилĕк, тет, котран çапас, тет. Б. 13. Ваттисем калаçнă чух вăсен сăмахне ан пӳл. Ачач 102. Чăнах çамрăксене апла пӳле-пӳле лартмашкăн пысăккисене мĕнле ăрасна права пултăр-ха? Орау. Çынна пӳлсе, трук каласа татать вăл. Çĕнтерчĕ 16. Илякка вĕсене пӳлет. Ск. и пред. 40. Акă пĕр ушкăнта пĕри калаçат, ыттисем пурте шăпах итлеççĕ, сăмах хушса пĕри те пӳлмеççĕ. || Отрезать (путь), окружить. Ашшĕ-амăшне. Сăмьюн, унăн çулне пӳлсе илсе, каллех ӳкĕтле пуçланă. N. Вăл хам умри çула пӳлсе хучĕ. Якейк., Чертаг. Эпĕр лешсене пӳлсе илтĕмĕр. Мы отрезали им дорогу. N. Эпир упа тытакансенчен: упана халĕ пӳлсе илме пулать-и? тесе ыйтрăмăр. Сёт-к. Токмака аран пӳлсе илнĕ (загородили дорогу волку). || В перен. см. Кан. Хамăр тĕттĕмлĕхех пурнăç çулне пӳлсе пырать.

пӳрне сыппи

щиколка. Юрк. † Кĕмĕл çĕрĕ, мерчен куç, тăртантарчĕ пӳрнемĕн сыппине; ай-хай, милай, хамăр савни, шăрантарчĕ çамрăк чĕре çуне. Чертаг. Пӳрне сыппине тивсе татса пăрахрĕ.

пӳс

коленкор. СПВВ. † Хур çуначĕ хут пулмĕ, кăтам (= катам) илен пӳс пулмĕ. СПВВ. ПВ. Пӳс, материя. Кубня. Пӳс — шур пусма. Изамб. Т. Пӳс — миткаль. Юрк. Пӳс — материя, вроде белого коленкора. Ст. Чек. Пӳс, белое бумажное полотно. Ст. Шаймурз. Улача кĕпе, умĕ пӳс. N. † Атăлăн леш енче икĕ йĕкĕт лавкка лараççĕ, шерпетпеле питне çăваççĕ, шур пӳспеле пусса шăлаççĕ. Янтик. Анне мана çуратрĕ, шур пӳспелен чӳркерĕ, сăпка çине вырттарчĕ. Кĕвĕсем. Мамăках та тӳшекĕн çитти пӳс. Кильд. † Мамăк чĕшек, çитти шурă пӳс. N. † Шурă пӳсрен кĕпе çĕлеме хĕлĕхрен çинçе çип кирлĕ. Альш. Хăшĕн пӳс (коленкор) пулат шăналăк. С. Тим. † Хура явлăк — хура пӳс, хамăр савни — хура куç. Ёково. Хора пӳс, черный коленкор. N. † Хусанах та лавкки хушшинче вĕл-вĕл вĕçсе юлчĕ хура пӳс. Альш. Асанне, мĕнле пӳрт вăл, çине пĕтĕмĕшпе хура пӳс витнĕ, тет. || ЧП. Тар юхать те, пӳс пулать.

пăравăлкă

(-гы̆), переулок. ЧК. Ман юлташсем пăравăлкăран хăпарчĕç, эпĕ хамăр пахчана карăм.

пăх

(пы̆х), смотреть (тюрк. бак.). СТИК. Эпĕ каялла çаврăнса пăх та, курах кай: хайхисем ман пата пыра параççĕ. Я оглянулся, смотрю, а они идут ко мне. Трхбл. Капан айĕнчен юс пăхать. (Манка тухни). Бур. † Умăр çутă, çийĕр хĕрлĕ, вăтанатăп куçăртан пăхмашкăн. N. Пăхма çывăх та, утма инçе, теççĕ. (Послов.). ТХКА 114. Ак ĕнтĕ, пăх ĕнтĕ. Ăçта çитсе кĕтĕмĕр (куда мы забрались)! N. Пăх-ха, пулă йăмпăлт! туса карĕ (появилась всем телом и быстро исчезла; чăмпăлт! — махнула хвостом). В. С. Разум. КЧП. Пăхарах пар, усиленно смотреть. Любопытно отметить некоторые тонкости в употреблении этого глагола с простым падежом и с послелогом в следуюших примерах: Орау. Хĕвеле хирĕç (на солнце) пăхма çук. Мĕн эс уйăх çине пăхан? Чиркӳ хĕресне пăх, хĕвеле пăх (клятва). Мĕн эс ку алтана пăхса тăран? Что ты смотришь на петуха? Мĕн эс алтан çине пăхса тăран? Мĕн эс алтан çинелле пăхса тăран? (на петуха, если петух в отдалении; спрашивающий может и ошибиться). Ку сăмавар çине ман пăхас та килмест. Мне противно смотреть на этот самовар. Хăй мĕне пăхнине те пелмеçт. Сам не знает, что рассматривает IЬ. Мана ан пăх эс, çи, çи! — Не смотри на меня, т. е. не обращай внимания, ешь. Ман çине ан пăх. Не смотри на меня (в букв. смысле). — Ма тата? Куçăхатнам? IЬ. Çырма хĕрне пырса ларнă та, шыв çине пăхса ларать. IЬ. Çăлла ан пăх, çăлла анса кайăн (в колодец). IЬ. Мĕн пăхан? — Якур пичче иртсе карĕ те, çавна пăхрăм (на него). IЬ. Лаша çине çавăрнса пăхрăм та, лаша пĕтĕмпе кӳтсе чĕтресе тăрать. IЬ. Вăл хурăн çине пăхма та хăраттăм эпĕ. IЬ. Пĕлĕт çинелле пăхрăм (на облако, на небо). IЬ. Куçне пĕр илмесĕр ун хĕрĕ çине пăхса тăрать. IЬ. Тырă çинелле пăхса тăрать (на поля хлебные). IЬ. Тырра пăхса тăрать (караулит хлеб). IЬ. Çак тырра пăхап та-ха, ай-ай турă мĕн. Вот смотрю на этот хлеб (напр., в поле). IЬ. Сăмавар пăхатним? Самовар смотрит (с целью купить). IЬ. Лаша пăхатним? — Лаша пăхатпăр (желая купить). IЬ. Сăмавара пăхатним (караулит когда начинает кипеть). Шинер-п. Пĕре эпĕ карташне тухрăм та, йăва çине пăхса тăратăп. || Проверить наличность. М. Сунчел. Пирвайхи уяв каçĕ, кĕтӳ кĕрсен, выльăхсене хăппăл-хаппăл пăхаççĕ те (посмотрят, все ли на лицо), вĕтти-шаккипе выляма чупаççĕ. || Высматривать, присматривать, выбирать. Якейк. † Çакă ялта хĕр пăхрăм. Собр. Пасартан пасара çӳресе хĕр пăхать (выбирает невесту). Сёт-к. Сакăр сар хĕр пăхакан — инке арăмпа йолакан. Сред. Юм. Хĕр пăхма кайнă. Пошел девицу выбирать. N. Пăхса хонă сар хĕрне илсе яма полмарĕ. КС. Унăн пăхса хунă хĕр пур, высмотренная. || Открывать (сундук), чтобы посмотреть или вынуть вещь. N. Арчана пăхрăм. Я ходил в сундук (т. е. открывал зачем-то сундук). || Быть обращену в ту или другую сторону. Изамб. Т. Урамăн сылтăм енче çуртсем пурте пĕр майлă, урамалла пăхса лараççĕ. || Осматривать. Коракыш. Пĕре утарта пĕр старик вĕлесем пăхса тăрать. О сохр. здор. Пăхса пĕтер, осмотреть (чирлĕ çынна). || Лечить. М. Яуши. Ăна темчул лекĕрсем те пăхнă та, çавах чĕртеймаççĕ. || Любоваться. Орау. Эп сана пит пăхсах тăмăп! Я на тебя любоваться-то не буду, т. е. не посмотрю на тебя (а сделаю, что хочу, или заеду тебе в морду). IЬ. Ăна тата пăхса ларма илним? Ĕçлетĕр! А что, разве ее (сноху) взяли для того, чтобы на нее любоваться? Пусть ее работает. || Следить; следить по книге. Орау. Пĕр ачи вулать, ыттисем пăхса пыраççĕ (следят по книге). || Наблюдать. О сохр. здор. Ун пек чирлĕ çын хыççăн килте яланах пăхса çитермелле мар (не усмотришь). || Надзирать. Юрк. Эпĕ халĕ те пулин надсмотрщик анчах пулса пурăнатăп, Чĕмпĕр уйясĕнчи эрех лавккисене пăхса çӳретĕп. Эрнере мар, уйăхне пĕр тапхăр пăхса çаврăнатăп, пĕр-ик-виç кун çӳресе. || Ухаживать. Изамб. Т. Арçынсем ул вăхăтра кулленкун выльăх пăхаççĕ. N. Выльăх-чĕрĕлĕх пур-и санăн — пăх ăна. N. Хурт илес пулатчĕ санăн, шăллу пăхса паратчĕ (брат стал бы ради тебя за ними ухаживать). Собр. † Хуртне пăхма Михали, пыльне çима Микула. N. Хăвăр пăхса ӳстермен ĕçĕм-çырли пахчисем. || Ухаживать за любимым человеком; ухаживать, угощать. ЧП. Хамăра хисеплесе килнĕ хăнасене чипер пăхса ярса пулмарĕ. N. Ху хăнусене ху пăх. Ала 83. Кунта çĕмĕрлчĕç, тет, туйне темĕн чухлĕ аван пăхса ячĕç, тет. Орау. Хăнасене пăхса ывăнтăм. Ухаживая за гостями, я устал. Пазух. Хурăнташсем хулăн та, хамăр чухăн, епле пăхассинчен те хăратăп. || Хранить. Якейк. Контан кайнă чох эп она пăхса порăнма хам кĕнекесене парса хăвартăм (оставил на хранение). Изамб. Т. Эсĕ те, арăм (Ухха!) çурта чипер пăхса усра, салатса ан пĕтер (говорит умирающий). || Оберегать. Никит. || Караулить. Хочехмат. Вăсен пĕр старик пур, вăл уя каймас, кил пăхать, анкартинче пăхать. || Заботиться. Бес. чув. Шкул пăхмаллипех пăхса тăнă, ачасене вĕрентмеллипех вĕрентсе пурăннă. ЧС. Ку ачана ĕнтĕ эсĕ аван пăхса усраса ĕмĕрне вăрăм ту. (Моленье). Кан. Кил çуртне хăйне «пăхса пурăннă» çынна парса хăварасшăн. || Опекать. Курм. Йăмăкне пăхать. Он состоит опекуном своей младшей сестры. IЬ. Ача пăхакан, опекун. Курм. Акуна аçу пăхать (опекуном твоей сестры состоит). || Управлять. N. Вăл вара пĕр аллă çула яхăн еврей халăхне пăхса тăнă. Б. Олг. Чикме пăхнă çĕр çинче, в Козмодемьянском уезде, на территории Козмодемьянского уезда. || Воспитывать, смотреть за детьми. В. Олг. Иккĕш (оба) çурма (= çывăрма) выртрĕç. Выртрĕç те, попляччĕ: перĕн ачасане кам пăхĕ-ши (кто будет воспитывать наших детей), тет. N. Карчăк ачисене пăхса ӳстере пуçларĕ, тет. Изамб. Т. Епле арăмĕ вĕсене пăхса ӳстерĕ? Юрк. Пăхнипе пăхни уйрăм. Хам пăхатăп нумайĕшне. N. Пăхмаллараххисем те пур вĕсен ачисем... || Пасти. Кан. Ăна выльăх кĕтӳ пăхаканскер тĕл пулнă. || Искать (паразитов). N. Ку ача калать, тет: эс пăх-ха ман пуçа! Патша хĕрĕ пăхать, тет, кун пуçне. || Соображать, сочетать с чем. Якейк. Апат çима эп килессе ан пăх. Ты меня не дожидайся, обедай. || Церемониться. Орау. Тăрсан-тăрсан, пит пăхса тăмĕç, туххăм хăваласа ярĕç. Посмотрят, посмотрят, да и не будут церемониться — выгонят. || Слушаться. Ау 131. Ну, ку ача амăш сăмахне пăхмас, тет, çапах пăшал илет, тет те, амăшне пăрахса ухутана каят, тет. Орау. Эпĕ ăна пăхмастăп та. Я и не обращаю внимания на него. IЬ. Вăл мана çавăрăнса та пăхмаçт. IЬ. Ăйăх килсен, кансĕрленине пăхăп. Если мне захочется спать, то разве я стану обращать внимание на шум («помеху»). Альш. Патша калат: сан сăмахна пăхса, мĕн пур çемье вилсе пĕтет, тет. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ çавах вăлсем ятланине пăхмасăрах ăшкула каяттăмччĕ. Капк. Миккер Керукĕ пĕртте ашшĕне пăхман, каттăршнай ачи. || Светить (о солнце). Шибач. Халь хĕвел епле пăхать, хĕлле те çапла ăшă полчĕ. N. Кунĕпе хĕвел пăхрĕ. Вопр. Смоленск. Пĕлĕтлĕ кун хĕвел анас чухне йăлтăртатса пăхсан, пĕр эрне йĕпе пулать. || Иметь склонность (к чему). N. Кăшт ĕçме юратать пулсан, ăна: ĕçке пăхать, ĕç тумасть, теççĕ. || Ворожить, гадать. Магн. М. Изамб. Т. Хăшĕ-хăшĕ кĕнеке тăрăх пăхаççĕ. Иные гадают по оракулу. Альш. Юмăç пăх. IЬ. Килте кăна пăхкалани, домашнее задание или ворожба. N. Ну, килемей! Эпĕ сан патна килтĕм, укçа çине пăхса парччĕ (погадай). Болезни. Хут çине юмăç пăхассине е пăхтарассине ăша та ан тытăр, çынсене те ан пăхтарăр. || Пробовать. Чăв. й. пур. 36°. Пăхса пăхам халĕ, тенĕ те, юмăç пăхăн пек тунă. КС. Юмăçне те пăхса пăхнă (пробовал гадать) вăл, çапах та çухалнă япалине тупайман (или: юмăçне пăхса та пăхнă...). IЬ. Çав хĕре пăхса пăхăр-ха, сирĕн Ваçили валли юрамалла-и? || Пытаться, норовить. Тим. Хăйне те çын тесе хисеплеме пăхать. N. Пульăсем пуçран лекме пăхаççĕ. Пули того и гдяди попадут в голову. || Относиться. ГТТ. Хальхи çамрăк çырăва вĕренет те, вăл-ку çинчен калать те, этемме пурне те пĕр евĕрлĕ пăхма хăтланать те, вăл ватăсен кăмăлне каймасть. || В чувашизмах. Сред. Юм. Эс ним тума аптраса пăха тăран (с повышением голоса на «пăха») çанта! Ты (говорит про себя) стоишь, не зная, что делать. Алик. Икĕ хутлă çурт йăтăнса ларать, пăхма та çук! Высится страсть какой двухэтажный домище! N. Этем пăхма çук, çын вилли çта килнĕ — унта. Везде навалены трупы — видимо-невидимо. Хурамал. Салтак каланă: айта ан чарăнăр, хăвăрăнне пăхăр, тенĕ (делайте свое дело, не переставайте). N. Ку ача ашшĕне пăхнă. (Уродился в отца). N. Ку ача, ашшĕне пăхсан (если будет в отца), куштан пулмала-ха (пожалуй). Сред. Юм. Йăхне пăхсан, пит чейе полмалла. Если судить по его предкам, то и он должен быть очень ловок в делах. Изамб. Т. Амăшне пăхсан, вĕсем те хаяр пулмалла. Судя по матери и они (дочери) должны быть сердитыми. Альш. Пăхмасăр калама вĕреннĕ. Выучил наизусть. СТИК. Э, пăхса та курăнмаст-ха, тахçан çын пулĕç! Когда-то еще они (дети) вырастут. IЬ. Мункуна сăра тăвасчĕ. — Э, пăхса та курăнмаст-ха (до праздника еще долго), ĕлкĕрĕпĕр. N. Суккăр çын ĕмĕрне çын куçĕнчен пăхса пурăнат. Слепец весь свой век живет в зависимости от других. БАБ. Мĕн тума пăхан вĕт (что поделаешь, ничего не поделаешь): кĕрессе пăтпа кĕрет те, тухасса салатникпе тухат, теççĕ. Альш. Эпĕ хам чассие Хусантипе пăхса лартрăм. Я поставил свои часы по казанским. Скотолеч. 14. Пăхма лаша сывă пек. На вид лошадь кажется здоровой. Питушк. Лайăх, пăхмалли те çук! Очень хорошо. Бес. чув. 2-3. Эсĕ мĕн пăхан, Хайрулла? Акă аçуна каласа кăтартам-ха! терĕ Микулай. Что ты подсматриваешь, Хайрулла? Вот расскажу я отцу и попадет тебе. Орбаш. Тимĕрç пуçне шăратрĕ те, пулчĕ лаша, пăхма та аплах мар. N. Епле апла хăй тавра? Ху йĕрӳ тавра епле çаврăнма пăхатăн? Как ты можешь обернуться вокруг самого себя? || Употребляется в качестве вспомог. глагола. ЧС. Кĕрĕк тăхăнса кăмака çине те хăпарса выртса пăхатăп, çапах та ăшăнаймастăп. КС. Туртса пăх-ха, эп сана! Попробуй-ка покурить, тогда я тебе задам. N. Тĕрлĕ çын тĕрлĕ шухăшласа пăхать пулĕ. Юрк. Лар ĕнтĕ! пĕрер чашкă ĕçсе пăх! Присаживайся, выпей чашечку (чаю). IЬ. Хуранпа тиркине кăшт аллипе тытса пăхат (дотрагивается). IЬ. Унта-кунта пăхкалат, пĕр япалине ниçтан тупаймас; хăйпе пĕрле юнашар ларса пыраканнине: эсĕ курмарăн-а? тесе ыйтса пăхат (спрашивает). IЬ. Хăш-хăш тĕлтисем вырăнĕ-вырăнĕпе пĕр-пĕринчен пăртакçă урăхларах та тукаласа пăхаççĕ (справляют свадьбу несколько иначе). IЬ. Ваçук, пĕреххут тĕтĕрсе пăхăн-а? тет арăмĕ упăшкине. Трхбл. Эпĕ çĕвĕç патне пиншак тăхăнса пăхма кайрăм. Я ходил к портному примерять пиджак. ППТ. Луччĕ акă тата çапла тăвса пăхар-ха... Лучше попробуем сделать вот так. Орау. Тарçа, тытиччен, малтан апат çитарса пăхма хушнă (чтобы испытать его ретивость в работе). Бес. чув. 2. Мĕн эсир çав тĕрлĕ хĕнетĕр лашана, вара çав тĕрлĕ хĕнеме юрать-и? Кӳрĕр-ха, хăвăра çапла ватса пăхам (ну-ка, я вас самих попробую также поколотить)! В. С. Разум. КЧП. Вĕсем пĕрре те спектаккăль ларт а хăюланса пăхманскерсем,

пăхăн

(пы̆hы̆н), смотреть за собой. Никит. Чир вăл турăран килмест, хамăр пăхăнайманран. || Подчиняться, слушаться. Альш. † Ачасем пире пăхăнмасан, пăхăнакан эпир мар. Ст. Шаймурз. † Атте-анне хурăнташне пăхăна (вар. пăха) пĕлмесĕр сивĕтрĕм. N. Пăхăнса юлчĕ. || Поддаваться чему. N. Элекçĕсем ан пулччăр, ĕçке ан пăхăнччăр. || Поклоняться, признавать. ЧС. Эпĕ киреметсене пăхăнма пăрахни.

пĕвеле

прудить. О сохр. здор. Май пулсан, шыва пĕвелес те пулмасть. Якейк. Эп ыран машшин илме Хосана каяп. — Ма Хосана каян? Хамăр Етĕрнере те машшин пĕве пĕвемелĕх те пор (или: пĕве пĕвелесен те, пĕтес çок). Вишн. 71. Пĕвелемесĕр май килмесен, ăна çапăпа, таса тăпрапа анчах пĕвелес пулать. Яргуньк. Старик, арман пĕви пĕвелеме кай-ха (поди-ка прудить мельницу).

пĕр

(пэ̆р), один. Сёт-к. Пĕр пукане хĕрĕх хут кĕпе тăхăнать. (Купăста). N. Пĕр кун каймалăх çĕр пулсан, çичĕ кунлăх çăкăр ил, тенĕ. (Послов.). Икково. Мана çак пĕр сорăха (эту одну овцу) пачĕç. КС. Пĕр çăварти çăккăра çиса пурăнтăмăр. (Так говорят о дружной жизни). Орау. Вăсам пĕр çăвартан çăккăр çиса пурăнаççĕ (живут дружно), тиççĕ. Альш. Пĕр вырăнта тăра пĕлмен çын, бойкий, непоседа. Регули 603. Пĕр сăхман поставран ĕçленине (тунине) патăм. IЬ. 916. Пĕр румккă (þумккă эреке) патăм она. Образцы. Пĕрчĕ-пĕрчĕ мерченне пĕр пус парса суйларăм: Изамб. Т. Акă тырă пулманни пĕр хĕн (одна беда), вăрман инçи тата хĕн (опять беда). В. С. Разум. КЧП. Эпĕ пĕр пашалу илсе тухрăм. Я вынес одну лепешку. Альш. † Вуникĕ хĕр, пĕр купăс (скрипка), янăра-çке пĕр сасă (в один голос). Сред. Юм. Пĕр çăварлăх çăкăр, маленький кусок хлеба. IЬ. Пĕр ала (сито, решето) алларăм тессине: пĕр аллăм алларăм, теççĕ. || Один (а не несколько). Собр. Тырă вырса пĕтерсен, ват карчăксем пур çурлана пĕр çĕре тытса, пуç урлă утаççĕ. N. † Вăрмана кайрăм — каç турăм, вуникĕ çулçа пĕр турăм. Орау. Симун вăл Куçмипе пĕр амаранни (от одной матери) вăт. Ст. Шаймурз. † Çырайĕ-ши турă, çыраймĕ-ши, пĕр минтер çине пуçа хумашкăн. N. Ку кĕллисене пĕтерсессĕн, вара пур кĕллине те пĕр çĕре тăваççĕ, вăсене вара кăвакалпа тăваççĕ. N. Пĕр кутăм, пĕр пуçăм. Я одинок (мне тужить не о чем). Сред. Юм. Пĕр пуç, пĕр кот, ниçта кайсан та никам канçĕрлемес. Одинок, куда ни пойду, никто не помешает. N. Пĕр вуннăшне парăр. Дайте мне одну десятишницу (10 руб.). Другой смысл: дайте мне рублей десять, рублей с десять. N. Ултă утăмран пĕр, на каждых пяти саженях. || Один из двух. N. Пĕр çтенаран тепĕр çтенана çитичченех хăма хунă, хăми пуçĕсем кĕмелĕх ыра тунă. || Одна вещь. Календ. 1904. Вăл пĕр пур — хамăр ĕçлеме пĕлменни, пурăнма пĕлменни – тепĕре. Это одно, а... || Один раз, разок. Альш. † Пĕр çӳле пăх, çĕре пăх: савсан пирĕн çие пăх. N. Пĕр çапăп та, пĕр ӳкерĕп. Дам раз и сразу сшибу с ног! (Угроза). N. Ача ку карчăка каланă: мĕн ĕçлен мăн акка? тет. Ку карчăк калат: апла каламан пулсан, пĕр хыпăтăм, пĕр çăтăтăм (сразу схватила бы ртом и сразу бы проглотила), тет. N. Е салам-аликĕм, асанне, темен пулсан, пĕр çăтăтăм, пĕр хыпăтăм (говорит старуха). N. Эсĕ мана авантарах хулă пар-ха, эпĕ ăна пĕр хĕртем (постегаю). N. † Атьăр, тăвансем, эпир те аллăмăра хут тытар та, хут вулар, çанталăк çуттине пĕр (разок, хоть немножко) курар. Пазух. † Шĕшкĕ вутти хутар-и, пĕр (еще разок) ăшăнса ларар-и? (Вставка; приглашает погреться: с удовольствием погреемся). Рак. † Хĕрлĕ чие ларат хĕрелсе, каçса пĕр татăттăм (разок), каçми çук. || Некий (иногда соответствует неопред. члену). Рак. Çав пӳртре пĕр чипер. (Турăш). В этой избе нечто красивое. (Икона). Собр. Пĕр япала (некая вещь) пĕтĕм япалана тиркемест, пĕр шĕвĕ япалана тиркет. (Кăвар). Урмой. Ивансем киле тавăраннă чух, пĕр хăйă çути курăнат, тет (увидали свет в избе). Изамб. Т. Пĕр вырсарникун, однажды, в воскресный день. Орау. Пур пирн пĕр ял йытти, çавна çиса ларап-ха, ĕнертенпе те киле килмер ĕнт (говорит жена о муже). IЬ. Пĕр мурĕ (один чорт, напр. жена ругает мужа) паян киле те килсе пернмерĕ ĕнт. || Выражает противоположность. Якейк. Пĕри пĕр япалая (один любит одно), тепри тепĕр япалая йоратать. || Раз (союз). Орау. Пĕр çынтан тепĕр çынна ленксен, час тупаймастăн вăл япалана, пĕр парса ярсан. N. Вилнĕ çыннăн, хăй пĕр лăпланнăскерĕн (раз он умер), асăмлăхĕ те лăплантăр. N. Пĕр килнĕ чухне курса тухас. Раз пришел, так уж кстати надо зайти и повидаться. Юрк. Санăн ĕçме кирлĕ марччĕ, пăрахас пулатчĕ. Ачу-пăчусем нумай, арăму пур, пĕр шухăшласан (если серьезно обдумать), манăн ăсăмпа пулсан, эсĕ кăлăхах эçетĕн. N. Пĕр вĕреннĕ япала хăй енеллех туртать. К чему (раз) привык, к тому и тянет. Кильд. Эпир час килес çук пĕр кайсассăн. Раз пойдешь, так придешь нескоро. Значенне чув. «пĕр» с русск. «раз» одинаковое. Мусир. † Çинçе çырма, юхăм шыв, сиксе каçса пулмарĕ, пĕр турă-ях çырнинчен иртсе кайса пулмарĕ. (Здесь возможно двоякое толкование: или «пĕр» песенная вставка, или же оно употреблено в смысле «раз»). Орау. Лашана пĕр куçран çухатсан (если уж потеряешь), тупаймастăн вара унта. АПП. † Çӳренĕ пĕр чухне (пока гуляешь) юрласа çӳре. || Случайно. Шурăм-п. Пĕр ăçтан та пулин укçа тупсассăн, ана ĕçсе пĕтермесĕр лăпланмаççĕ. | Целый. Орау. Ман кумпек (= кун пек) юрăсем пĕр тетрать. У меня этаких песен целая тетрадь. IЬ. Сĕт нуммай, пĕр чӳлмек. Пĕр чӳлмек сĕт исе килчĕ. Икĕ чӳлмек сĕт (целых две крынки молока) исе килчĕ. Сёт-к. † Ĕлĕкхи тантăш çор çона, эпĕр хамăр пĕр çона. (Çăварни юрри). СТИК. Пĕр арпус пуçтарса хутăм-ха. Съел один арбуз (в др. гов. — «съел целый арбуз»). N. Пĕр ĕмĕр порнчĕ. Пробыл где-нибудь очень долго, хотя обещал скоро вернуться. N. Çак пĕр уйăх хушшинче ерçӳсĕр пулса нимпе те писме (= çыру) çыраймарăм. Çутт. 81. Ниçта пусма вырăн çукчĕ. Ура пĕр шит (на целую четверть) путатчĕ. || Единый. Т. V. 29. || Единодушный, согласный. Ст. Ганьк. † Ик килĕнтеш пĕр пусан, кил илемне çав кӳрет. (Пĕр пусан = килĕшӳлĕ, вăрçмасăр пурăнсан). || Один только, единственный (каких больше нет), самый первейший. Юрк. Хăйсем ялĕнче пĕр пуян пулса пурăннă (единственный, первейший богач). N. Тата калаççĕ: пĕр ĕнее те каснана илеççĕ, тесе. N. Тата хăшĕ-хăшĕ чăпăркка-туясем илчĕç те, суха-пуçне тавăрса пĕр аçапа амаран пĕрех хĕр çуралнă хĕре тыттарчĕç. N. Тата пĕр ывăлсана хуса карĕç. Орау. Пĕр ывăл ачаш пулать вăл. Собр. † Плуштух кленчи халь аллăмра, савнă пĕр тăванăм умăмра. Ст. Шаймурз. † Ĕнтĕ пĕр тăванăмсем, пĕр чунăмсем, сирĕнпеле пĕрле пурăннине ĕмĕр манмăп тенĕ çĕрсем пур. Алших. Пĕр пуçран икĕ пуçлă тăвас, терĕ, икĕ куçран тăватă куç тăвас, терĕ (вздумал жениться). N. † Ялта пĕр (первейшая) хĕр пулăттăм, ăратнерен тухмăттăм (все время была бы в кругу своих родных). Сред. Юм. Уçса пăхать, тет, виççĕ-мĕш пӳлĕмне — ларать, тет, тĕнчере пĕр илемлĕ хĕр сăнчăрта. Ск. и пред. 13. Унăн ашшĕ Уланки ял пуçĕ те, пĕр пуян, паттăрăн пек кĕлетки çӳренĕ, тет, пĕр капан (как целый стог). N. † Сар кăшăллă витре — пĕр витре (первейшее ведро): кĕтейĕ-ши пире пĕр хитре? N. Алăксене тапрăм — уçăлчĕ, шыв çинчи пĕр (количество) чечек (единственный, или же песенная вставка) çутăлчĕ. Кан. Пĕчĕкçĕ пĕр кантăксене пăрахса, алăк пек пысăк кантăксем касаççĕ. Перестали делать в избах по одному оконцу, начали вырубать большие окна, величиною с дверь. Шарбаш. Ай, пичи Михали, пĕр арăмпе мухтанать! (хвалится одной женой, кроме которой у него ничего нет; по другому толкованию — постоянно хвалится). N. Пĕр ывăла (единственного сына) та илмелле (в солдаты). Рак. И эпирччĕ, эпирччĕ, эпир вуниккĕн пĕр хĕрччĕ; пĕр хăма çине пухăнтăмăр, çутăличчен салантăмăр. (Çăлтăр. Одни объясняют: «нас было двенадцать, и все мы были девицы»; другие понимают в смысле: «нас было двенадцать, и все мы составляли созвездие». Послед. толкование сомн.). Ала 95°. Пĕр кăшкар-ути çисен те (хотя питался лишь одним щавелем)... || Единственно (только). Сред. Юм. Ыттисем — ывăлсĕм, хĕр пĕр эп çиç. Остальные все братья, и одна лишь я — сестра. Ала 95°. Хирте вара вăл пĕр пăрçа çикелесе вăхăтне иртеркелесе анчах çӳренĕ. Альш. Кĕвĕсене каланă чух, сăмахĕсене кашни çĕрех пĕр пĕлнисене калаççĕ: хăшĕ аса килет, хăшне вăхăтне кура калама меллĕ, çавна. || В этом смысле иногда соединяется с наречием анчах. Истор. Вырăссем тутарсенчен пĕр парнесем парса анчах хăтăлайман, тата вĕсене çуллен куланай тӳлесе тăмалла пулнă. ППТ. Атьăр часрах! Вĕçсе кайăттăм та пĕр анчах (так!), çунат çук! || Один и тот же. Собр. Çулла та пĕр, хĕлле те пĕр. (Чăрăш). Артюшк. Эпир унпа пĕр ваконта карăмăр (килтĕмĕр). Баран. 192. Шухăшсем пурийĕн те пĕре килнĕ. || То (—то). N. Хăй хăранипе пĕр малалла, пĕр каялла пăхкаласа пырат, тет. Микушк. Пĕр пуççапат, пĕр тăрат. (Тараса). N. Вĕсем çак тĕлĕнмелле ĕçрен пĕр хăраса, пĕр савăнса çав çĕре иккĕшĕ пĕрле ирттернĕ: N. † Шурă хĕлĕхрен вĕрен яваççĕ: ĕнтĕ пĕр яваççĕ, пĕр сӳтеççĕ. Сборн. по мед. Вăл чир ерри-еррипе арасланать: пĕр йывăрланса, пĕр çăмăлланса темиçе çула пырать. Ёрдово. † Пиçнĕ çырла сăнăм пор: пĕр хоралать-и, пĕр шоралать-и, той илемне çав кӳрет. || Приблизительно. N. Пĕр вунулт-вунçич çулхи хĕрачесем, арçын ачасем... Юрк. Мĕн пурĕ пĕр аллă кĕнеке ытла. N. Ăна уншăн пĕр çирĕм пилĕк çăмарта параççĕ. Ст. Айб. Тата пĕр çĕр тенкĕ пар-ха тырă илме. N. Хăйсене пĕр вунăшар е çирĕмшер пус парсан, тин чармаççĕ. N. Вĕсем каллех çапла пĕрер вунăшар е çирĕмшер пус илсен, часах салтса параççĕ (веревку). О сохр. здор. Пĕр виç кун хушши, в течение трех дней. || Настоящий. N. Çуртра пĕр арçын анчах, вăл та пулин хулара тарçăра пурăнать. Çиме çитменни пĕр инкек. || Одинаковый; одинаково. N. Çынпа çын пĕр мар. Ст. Шаймурз. Манăн пӳрт пур, унăн кĕтессисем пĕр мар. (Вăл пулĕ алă пурнисем). Ст. Айб. Ĕмĕр пĕр килмест, теççĕ. Жизнь течет не гладко. (Послов.). Образцы. Ай-хай уйăх та пĕр, хĕвел те пĕр, вĕсен çутти мĕншĕн тĕрлĕ-ши? IЬ. Тăван эсĕ те пĕр, эпĕ те пĕр (мы с тобой одинаковы), пирĕн телей мĕншĕн тĕрлĕ-ши? IЬ. Улăм ури улт ура, улттăшĕ те пĕр ура (одинаковые). IЬ. Икĕшин сасси пĕр килет. Оба (журавль и журавлиха) кричат враз. Кама 52. Пуринчен те пĕр илме май килмест, мĕншĕн тесен пурин те пурлăхĕ пĕр пек мар. N. Саншăн пур çын та пĕрех. Для тебя все люди одинаковы. N. Кам чунĕ сан чунпа пĕр килет. || Каждый. N. Илтекенĕ пĕр ырăлатчĕ мана, кураканĕ пĕр мухтатчĕ. Юрк. Ăна курнă пĕр çын: ун пек ачасем пурăнмаççĕ, теççĕ. Ст. Чек. Кама хисеп (счёт) çитнине пĕр çапаççĕ. СВТ. Пĕчĕк ачасем, хулĕсене касман пулсан, шатра чирĕпе чирлесессĕн, чирлени пĕр (каждый, кто) вилеççĕ. IЬ. Хулне кассассăн кайран ачанăн кĕпине кунне пĕр (ежедневно) улăштарма кирлĕ. Альш. † Калаçнă пĕр сăмахсем вырăнлă пулсан, шет (может быть) калаçса пулмĕ-ши сăмах-сене? Бур. Ай-хай, тăванăмсем, пĕр чунăмсем, сирĕн пĕр сăмахăрсем (каждое ваше слово) пин ылттăн. Истор. Мĕн куçа курăнакан çынна пĕр чиксе пăрахнă. Туй. Хĕрĕ (невеста) те кама хирĕç пулать, кураканне пĕр асăнса йĕрет. Кого ни увидит, того и называет по имени и плачет. || Всё. N. Лаша пĕртте çăтмас, янине пĕр (все влитое) юхтарса кăларать (лекарство). || В одинаковом количестве. Эпир. çур. çĕршыв 23. Арçынпа хĕрарăм пирĕн вулăсра пĕр йышлах (в равном количестве). || Постоянно. N. Çап-çутă хĕвел пăхать: ăшă парса савăнса, йăл-йăл кулса пĕр тăрать. Ст. Шаймурз. † Çак тăвансемпе пĕр тăрсан, сисмĕп эп ĕмĕр иртнине. || Никакой. N. Санăн патшалăхунта пĕр сылăм та, пĕр çăмăр та çумĕ. Ашшĕ-амăшĕ. Кил-çурта пăхса тăма пĕр вăй та çук ĕнтĕ (совсем нет сил). Никит. Выльăхсем валли пĕр апат та (никакого корма) юлмарĕ (в засуху). || В отрицат. оборотах: ничего не ..., вовсе не ..., совершенно не... N. Урапа çинчен тепле аннă, хам пĕр (ничего) пĕлместĕп, тет. N. Асран пĕр кайми хĕрсем. N. Пĕр йор та çок. N. Авă саранча, шăрчăк, хăш-хăш çул тырра пĕр хăвармиччен çисе ярать. СТИК. Пĕр сасă-чĕвĕсĕрех епле каян унта. Как пойдешь без зову (на свадьбу). N. † Пĕр çук çĕртен (без всякого основания) çын çисен, çав çунтарать чĕрене. N. † Пичен йăмăк полаччен, хăрăк тонката полас мĕн, пĕр чĕнмесĕр (молча, без звука) ларас мĕн. (Хĕр йĕрри). Пахча çим. 3. Унта пĕр çил çуккипе хĕвелпе пахча çимĕçĕ пĕтсе ларать (погибают). Юрк. Леш, çывăрса лараканскер, ку мĕн каланине илтмесĕр, пĕр чĕнмесĕр çывăрса ларат. Толст. Çапла йытă пĕр нимĕнсĕрех тăрса юлчĕ (осталась ни с чем), тет. ХЛБ. Анчах ĕçе пит тĕплĕ, пĕр васкамасăр (нисколько не торопясь) тăвас пулать. Дик. леб. 34. Унăн сăнĕ, ĕлĕк илемлĕскер, халĕ хуп-хура, пĕр илемсĕр. Кильд. † Пĕр (ни разу) анмăтăм эпĕ шыв хĕрне, юрататăп шывăн сассине. Баран. 122. Пĕр кирлĕ мар чух, когда нет никакой надобности. || Какой-то. Ск. и пред. 46. Çурса пĕтернĕ кĕпи вырăнне пĕр хураскерне тăхăнса та янă. Якейк., Хора-к. † Пирн Йăванĕ туракĕ ял ятне те каламаþ, хĕр ятне те каламар, вырăс ялĕ поль тесе, маþа хĕрĕ поль тесе, пĕр хораскер-лотраскер, çак ял хăтне ярнăскер, пирн ял хăтне кӳрес çок. Орау. Пĕр тутаþ (т. е. тутарĕ) тем хăтланать унта, пăх-ха. IЬ. Пĕр мурĕ кунта епретсе хăварнă (испражнился жидким). || Какой-нибудь. Орау. Пĕр усалĕ çаклатса туртин (турδиын')!.. А вдруг, если какой-нибудь негодяй зацепит и отдернет задвижку!.. N. Килте пĕр япалине пăхсан та савăнмалли çук. || Во-первых. Ашшĕ-амăшĕ. Пĕр, вăл ĕнер, вырăнсăр сăмахсем калаçнăшăн, ӳкĕннĕ, ытларах тата Лисахвине вăл (он) хĕрĕнкĕ чухне чĕрене çемçетмелле сăмахсем каламаншĕн çиленнĕ. || С одной стороны. Изамб. Т. Çитменни пĕр хуплат, тата кин: ĕçлеместĕн, тесе, пĕр вăрçат. || Иногда употребл. в смысле «замечательно». Орау. || Иногда является как бы вставкой и не переводится. П. Пинерь. † Вăрман хĕрри каюлă, пĕр ярса утсем транас çук. Кильд. † Пĕр çавăрса илсе пĕр юрлăтăм. Н. Карм. † Кăçалхи пĕр ута, ай, çуласси; çулассинчен питĕрех пухасси. Çак тăвансене пĕр курасси; курассинчен питĕрех уйрăласси. Шибач. † Лаши пĕр йортать, поçне пĕр утать, вăрăм пĕр çолне çитесшĕн. N. † Ах, аннеçĕм, анне, пĕр çуратрăн, ӳстертĕн, пама вырăн тупмарăн. Турх. Ăшра мĕн пуррине каласассăн, пĕр хурланнă чунăм пĕр ĕсĕклĕ (будет всхлипывать). АПП. Ямшăксенĕн пуши — вăрăм пушă, пĕр çавăрса çапасси час пулмасть. Баран. 54. Çитнĕ ялта пĕр Тарас çавăн пек пумилкке туса хăварнă. IЬ. 130. Хăш та хăш чул ытла та нумай пулать; пĕр хăйсенченех тусем, сăртсем пулса тăраççĕ. Абыз. † Килях та пĕр, ывлăм, темерĕ (дуб). N. † Вуник пĕр юман пĕр кутра, турачсемĕр хăй майлă, çулчисемĕр çил майлă. Сунчел. † Кашăк аврисене сăрлама вуниккĕ пĕр мăскал сăр кирлĕ. N. Кĕмĕлтен çĕрĕ хывтартăм, вуникĕ пĕр кĕмĕл укçаран. Образцы 59. Курки аврисене сăр сарлама вуникĕ пĕр тĕслĕ сăр кирлĕ (12 разных красок). N. † Хурăн пĕр айĕнче ик сулă: пĕри ылттăн, пĕри кĕмĕл. Альш. Хамăр пуçа шухăшсем ӳксессĕн, авăнтăмăр хура çĕлен пек, хуçăлтăмăр çĕмĕрт пĕр туя пек. IЬ. Аврăлă куркан аври ылттăн, çавра пĕр куркан тĕпĕ ылттăн. (Здесь можно понять и в см. «единственный»). N. Вуникĕ чĕкеç пĕр кашта (заняли весь шест), юрласа пĕр юрри пĕтмерĕ. Пазух. Сĕтелĕрсем çинчи сĕтел çитти, утмăл та пĕр çитмĕл те, ай, çӳçи пур. Шел. 7. Ылттăнăм та çук ман, кĕмĕлĕм çук, пĕр Мускавран килнĕ те мулăм çук. (Можно понять и в смысле: «ни одного»). Юрк. † Эпир çак тăвансемпе пĕрле пусан, калаçса пĕр сăмахăмсем пĕтме-çке. Альш. † Сатраях та çырла пиçет-çке, тĕрлĕрен пĕр курăкпа варшăнса. Собр. † Ларсам, ларсам, тиеççĕ. Хăш-пĕр енчен ларам-ши? (Здесь можно понимать и как «хăш-хăш», который). || Альш. Пĕр шӳтле вăл (одна комедия), хĕри-пăраç ĕçки. || Выражает любовное отношение. С. Тим. † Икĕ пӳртçĕм, пĕр пӳртçĕм, йĕри-тавра тĕкмеçĕм. Тайба-Т. † Ĕнтĕ хирте тăман çăвать-ĕçке, ял хушшисем те пĕр епле-ши? Янтик. Çаранăн та пуçĕ çырлалăх, çырлалăх, лартăр пĕр Питрав çитиччен: Ачач 110. Килте пĕр аннене каласа парап ĕнтĕ, тесе малтанах шутласа хурать. || Вплоть до. N. † Мамăк минтер, тĕк тӳшек: пĕччен ан вырт, иккĕн вырт. Пĕрех пĕччен (в одиночку) выртсассăн, пĕр вилеччен ӳкĕнĕн.

пĕрех-хут

«один только раз» (выражает окончательное решение или согласие; переводится и оборотами: за одно уж, все равно уж, хоть бы уж, в конце концов). N. Энчен айăплăх пулсан, мĕншĕн капла пăшăрханатăп-ха пĕрех-хут? КС. Кай эппин пĕрех-хут, тек антрататăн. N. Ку вăрмана ан каям-им паян пĕрех-хут. Не ехать что ли уж сегодня мне в лес? (Когда есть другое не менее важное дело). IЬ. Çырса парам-им пĕрех-хут (написать что ли уж), тек анратать (все еще надоедает с просьбой). N. Хĕртес пулать ăна пĕрех-хут, уйăрлас-уйăрласах. Отлупить его надо, уж все равно! Ала 10°. Тавай кĕçĕрех кăйса пăхам кун патне пĕрех-хут, тенĕ, тет. Юрк. Эпĕ, хăличчен аван кĕпесем тăхăнманскер, пĕрех-хут тăхăнмасăрах юлам, тесе, хай вĕр-çĕнĕ кĕпине çук хакпах сутса ярат. IЬ. Атя пĕрех-хут киле кай. Орау. Атя пĕрех-хут киле каяр. N. Кайса кил пĕрех-хут. Уж все равно,сходи! Кайса килем пĕрех-хут. Уж все равно, схожу! Ачач 67. Ара, мĕн пĕлетпĕр эпир пӳртре ларса? терĕ Тимуш амăшĕ. Пĕрех-хут арçынĕ те çавăн пеккисене пĕлсе çӳремест. Ĕçме анчах маçтăр. N. Пĕрех-хут ларса çи эппин. N. Эппин пĕрех-хут ĕнтĕ тата Ивана та илсе кайăр. Ачач 5. Ах, мĕншĕн тухрăм пĕрех-хут! Толст. Э-э-эх! пĕрех-хут вилĕмĕ килинччĕ. Бес. чув. 11. Вĕсене çын шел мар! Пĕрех-хут хăйсеннисене вĕлермесенччĕ, хăйсеннисене те епле вĕлереççĕ. N. Хур тунине (оскорбление) мĕшĕн чăтас мар пĕрех-хут сирĕн? Хăвăн çухалсан та, мĕншĕн чăтас мар ăна пĕрех-хут. Çĕнтерчĕ 8. Пĕрех-хут пахчана та çĕрулми хамăр лартаймастпăр. N. Ан йĕр, ачам, пĕрех-хут илсе кайăп. N. Пĕрех-хут, ачам, эсĕ киле юлăн-и?

пĕр-пĕр

какой-нибудь. Регули 998. Пĕр-пĕр çынна пар; мана пĕр-пĕр ĕç пар. IЬ. 1003. Пĕр-пĕр çĕрте выртать полĕ; хăш-хăш çĕрте топма полĕ. N. Килте пĕр-пĕр вак-тĕвек ĕçсем тумалла пулсан, ялан шăллĕсене хушнă. О сохр. здор. Вăл (холера) час-часах пулмасть, вун-вунпилĕк çултан пĕрре анчах килет; хăй те вара пĕр пулсан пĕр-пĕр уездранах пиншер çын ытла вĕлерсе тухать. Ст. Шаймурз. Вара пире хамăр ялсем пĕр-пĕр чăваш леçме пулчĕ. N. Малтанхи кĕçнерникун каçхине çĕрĕпе, пĕр-пĕр вара... пухăнса. || Как-нибудь. Перев. Санпалан пĕр-пĕр е шăллусем, е йăмăкусем выляма тытăнсассăн, ялан эсĕ вĕсене хĕнетĕн. Ачач 66. Кивçенне татаймасан, пĕр-пĕр ĕçлесе парăпăр Митюка, тесе йăпăлтатма тытăннă мана. Пазух. Шухăшламан чухне шухăшăм çук, пĕр-пĕр шухăшлама, ай, пуçласан, ура çине тăма халь халăм çук. КС. Вуламалли питĕ нумай та, пĕр-пĕр кусан (курсан?) иксĕмĕр вулайпри-ха. || Каждый. Кĕвĕсем. Ай-хай, пĕр аттеçĕм, пĕр аннеçĕм, пĕр-пĕр сăмахăр пĕр ылттăн. || Актай. Лапка айĕнчен йытă сиксе туххĕр (= тухрĕ), тет те, пĕр-пĕр тутарне тӳрех çулса илчĕ, тет те, куна лапка айне туртса кӳрттĕр (= кӳртрĕ), тĕт.

пĕсĕрмен

неизв. сл. Сред. Юм. Хамăра килсе вĕлерсе каясран хăраса, пĕсĕрмен вĕçсе тôхатчĕ поль. IЬ. Паçăр: кӳлле ача шывва кая панă, терĕç те, хамăр ачасĕм кайнă пôль тесе, пĕсĕрмен вĕçсех тôхрĕ. IЬ. Ашшĕ тавăрннă чохне ачисĕм ах тôр тĕпĕртетеççĕ, ашшĕ ерипе кĕчĕ те: есир мĕн тĕпĕртететĕр, тесе, пĕсĕрмен кăларат вит.

пĕт

(пэ̆т), кончиться, закончиться. Шел. 108. Каласа пĕтет-и халĕ, пичче? Регули 1224. Ку эрне пĕтнĕ çĕре килет. Приедет к концу этой недели. Кан. Сăра савăчĕ октябĕр уйăхĕ пĕтнĕ çĕрелле ĕçлеме те пуçлать. Юрк. Ирхи çилпелен, каçхи сулхăнпалан тунă-пĕтнĕ çĕршыва çитесчĕ. N. Чернушка пĕтес çĕрте пĕр арман пĕви пур. || Приходить к концу N. Ĕçме-çиме пĕтсе килет ĕнтĕ. Изамб. Т. Ыраш çиме пĕтсен, эпĕ Илчене ыраш кайса шырама хушрăм. N. † Улăхрăм çӳлĕ ту çине, çапрăм-салатрăм чăн мерчен, пуçтартăм-пуçтартăм-пĕтмерĕ, çип çине тиртĕм — çитмерĕ. || Выходить, выйти в расход. Альш. Ара хай ватă шуйттан пĕççи пĕтнĕ-и мĕн сирĕн (разве уже вся вышла)? Якейк. Сакă яла килмесĕр сана валли хĕр пĕтни? Торай-к. † И, вупкăн кĕрӳшĕ, çак таранччен килмесен, сана вали хĕр пĕтри. Икково. † Манран савни сивĕнчĕ, сар ача пĕтнĕн тойăнчĕ. (Гов. девица). Чураль-к. Кăмака çинчи сарă çыв (= çăв) ирлимас-çке, пĕтимас-çке хамăр ялти сар варлийĕ мансăр пурнăç пурнимас-çке. || Высохнуть. N. Ĕç çинче Герасимовкă çыннисем пуссисенче шыв пĕтех пуçларĕ. || Очищаться. О сохр. здор. Тирĕнчен (шкура) чир кайран та час пĕтмест. IЬ. Кирек мĕнле ерекен чир те тумтир çумăнчен пĕтет вара. || Исчезнуть из вида, пропасть. N. Çаксем ачасене курсан, тăруках пĕтсе ларчĕç (исчезли из вида, пропали), тет. || Орау. Темскер сасă пĕтрĕ-ха. Кан. Анчах ярт-ярт вăййи пĕтмеллипех пĕтрĕ, тесе, кулянмалли çук. Ишек. Вара вăл çыннăн пӳрчĕ ахалех пĕтнĕ вара. || Погибнуть. Кан. Ку ача-пăчапа пĕтес пулать, тырă вырма та чарать. Баран. 47. Тата кăшт тăнă пулсан, пĕтнĕччĕ ĕнтĕ (я погиб бы). N. Палуми пĕтрĕ. Яблоки (цвет) погибли. N. Тĕнче, мĕншĕн пĕтми пек мăн кăмăллă тăратăн? Истор. Çывăхри халăх, Дон патĕнче вăрçнă чух, пит пĕтнĕ те, çавăнпа çывăхран пуçтарма туман. Альш. Эй, пĕтнĕ чун, çаплах вăрçасшăн. Шăна чир. сар. 22. Нумай хуласенче шăнасем пĕтĕмпех пĕтни те пур. Юрк. Ăна (лошадь): пĕттĕр, тесе, арăмĕ пĕр эрне çитермесĕр, ĕçтермесĕр тăнă. IЬ. Çӳллĕ çĕртен ӳкнĕскер çавăнтах пĕтет. N. Пĕтесскер, пĕтменскер, брань. N. Пĕтеттĕмĕр тăванăм! Мы чуть не погибли. Ст. Чек. Пĕтмест мĕнкĕ те. Не погибнет во век. || Разориться. Коракыш. Пĕр ялта арман пур, вăл арман хуçи чĕнсе (прося милостыню) çӳрет. Вăл арманне пĕвелесе пĕтнĕ (разорился). N. Анчах хресченсем çакна-ăна илмесĕр хăйсене хăйсем пĕтсе пурăнаççĕ. || Износиться. N. Чăн хăмаçран кĕпе çĕлетрĕм, арки-çанни, пĕтмес, мĕн тăвас? Изамб. Т. Ачасен çăпатисем пĕтнĕ-ха, акă пушăт илмелле. || Прийти в негодность. N. † Илтĕм скрипка аллăма, скрипка аври пĕтнĕ мĕн. Регули 746. Ку çĕçĕ пĕтнĕ. || Изводиться. Ст. Айб. † Шыв хĕрринче çӳçе ӳсет-çке, ун айĕнче çырла та, ай, пиçет-çке; ан йĕрсем-е, тантăш, ан пĕтсем-е, пиртен лайăх тата, ай, ӳсет-çке. || В качестве вспомог. глагола. Собр. Ман халăх ăçта кайса пĕтнĕ (куда делся)? Альш. Ахаль те ку енчи çынсем калаçма юратарах параççĕ, çынна курсан, тĕл пулсан, ыйтса, тĕпчесе пĕтеççĕ. П. N. Вĕсем çул çинче асапланса пĕтнĕ (измучились). Баран. 179. Кăмăлне килсех пĕтмен. Ему не совсем нравилась. N. Кĕтӳ хире саланса пĕтнĕ. Çăнăх урайне саланса пĕтнĕ. Çăнăх пĕтĕм урай талккăшĕпе саланса пĕтнĕ. ТХКА 123. Тăвăл хуçнă йăвăçла урлă-пирлĕ тăсăлса ӳксе пĕтнĕ урайне. N. Çук, май мар пире кунта, ку çын та манăн кăмăла кайсах пĕтмест. Собр. Çав арçури вара вăрмантах кăшкăрса пĕтнĕ, тет. КАХ. Пӳртре пурте çывăрса пĕтсен, çав хĕрт-сурт кăмака çинчен анат, тет. N. Кунта тăхăнса килнĕ тумтирĕмсем çĕтĕлсе, татăлса пĕтрĕç, тумтирсĕр темĕн чухлĕ шăнса пĕтеттĕм (мерзла), е шăрăхпа пиçсе пĕтеттĕм. ЧС. Старик апла каласанах, ачасем пурте кайса пĕтрĕç. Ск. и пред. 9. Тырă выраççĕ юрласа, пĕтрĕ карчăк ывăнса. Шурăм-п. Çынсем ирех кайса пĕтнĕ. М. Васильев. Пĕртак тăрсан, çăмăр çумасăрах çанталăк уяртса каять, вĕсен та ани сохаласа пĕтет. ППТ. Çапла вара мĕн тăвассисене пурне те туса хытланса пĕтеççĕ те (кончают. Сĕрен). IЬ. Хăш çулне шалт чараймаççĕ: выльăхсем пăркаланса пĕтеççĕ. М. Сунч. Çула мĕне кайсан, улма йăтса пыракан çынсенчен иртсе пĕтмелле марччĕ. N. Унтан, пурте çăвăнса пĕтсен, хываççĕ. Ал. цв. 5. Нихçан лашапа та, çуран та витĕр тухса пĕтмелле мар, хура вăрман тăрăх пĕр çаврăнса пăхмасăр пырать. ЧС. Тем тĕрлĕ асса пĕтрĕр пулĕ çав унта (вы там, чай, всячески озорничали, изозорничались), унта асма пĕрте юрамас вĕт: часах лăп-лап çакăнат. Артюшк. Ăна юр çинче йăвалантарнă та, вăл пĕтĕмпех юрланса пĕтнĕ. Шăна чир. сар. 7. Вĕсем çулласенче, шăрăх вăхăтра, этем пурăнакан таврашра вуншар-çĕршер пинĕн вĕçсе çӳреççĕ, пур çĕре те ларса пĕтеççĕ, нăйлатса çӳреççĕ. Истор. Темĕн чухлĕ çын пĕр айăпсăр йĕрсе, макăрса пĕтнĕ. N. Тутарсемпе юнашар пурăнаканнисем тутарсенĕн сăмахсене йышăнса пĕтнĕ. Альш. Пӳрчĕ туса пĕтнĕ-пĕтменех кивелчĕ. Шурăм-п. Халăх питех нумай таварсем кутне выртса пĕтнĕ.

правай

пробой. Сред. Юм. Правай тесе алăка çăрапа питĕрмелле туса çăра тăхăнтаракан тимĕре калаççĕ. IЬ. Алăк правай илес полать, хамăр тôхса кайнă чôхне питĕрсе хăварма кирлĕ.

причак

(приџ̌ак), присяга. Янтик. Причак çирĕм. Принял прясягу. Прячака исе карăм, повел к присяге. Причак çитертĕм. Заставил принять присягу. Торп-к. Тата хытăрах ĕнентересшĕн причак вырăнне çĕр кăшлаççĕ, ĕнсе урлă ал параççĕ, тата лаша урлă та параççĕ. N. Хамăр вĕрентекен салтаксене паян причак пулчĕ. N. Авалхи княçсем княçе кĕнĕ чухне халăха причак туса, хĕрес чуптуса: патшалăха тĕрĕслĕхпе, ĕлĕкхи йăлана тытса тăрăпăр, тесе, сăмах панă. КС. Причака кĕрес, причак çияс (принимать); причака кӳртес, причак çитарас, причак парас (приводить). Тюрл. Причак ил, принять присягу. Истор. Пурте причак çисе хĕрес чуптунă. IЬ. Причак çисе каланă чух тĕрĕс каларăн-и? Юрк. Причак çисе килсессĕн: уйăха ярат, тиеççĕ. Орау. Причак çинă çын пăсăлать, теççĕ. N. Эпир ĕнер çĕнĕрен причак çирĕмĕр. Сред. Юм. Причак çитер, приводить к присяге. Истор. Ăна халăх умĕнче: лайăх пурăнăп, тесе, причак çитернĕ. N. Салтака илсенех чăн малтан причак çитернĕ. По принятии на военную службу в первую очередь заставляли принимать присягу.

прихут

приход (церковный). Собр. Пупне кура прихучĕ. Юрк. Мĕшĕн эсĕ вĕсене илтĕн? Хамăр прихутсене илес пулатчĕ, тет арăмĕ. N. Вăл пупа пĕтĕм прихучĕпе юратмастчĕç: вăл çук çынсенне юлашки тирне сĕветчĕ.

проçинка

поросенок. Ой-к. Сысна çур проçинки, улăм ăшăнче выртасран хамăр илсе карăмăр, арăм туса ятăмăр. (Свад. п.).

руски

русский. Имень-к. † Руски курки (русская горькая) тенĕрен, хамăр ĕçсе курманскер, хулара çук пуль, тенĕччĕ.

ай

(aj), pars inferior; inferiora, ima, низ, нижняя часть. Альш. Чашкă айĕ тарласан, йĕпе пулать, тет. Если чашка снизу запотеет, то будет мокро. Самар. Хура вăрман айĕ такăр пулсан хăтăлаймĕ тилĕ, пур пулсан. Когда в большом лесу станет гладко, лисице, если она будет там, не уйти целой. Альш. Айĕ те тӳшек, çийĕ те тӳшек. (Хăнтăла). И снизу перина и сверху перина. (Загадка о клопе). Сохр. зд. Вăл е айĕ йĕперен, е пăх-шăкпа лапăртаннăран... макăрать пулĕ. Может быть, он плачет оттого, что под ним мокро, или оттого, что он испачкался в испражнениях. || In casibus obliquis interdum adverb, loco usurpatur. В косвен. пад. иногда употребляется в значенин наречия. Ст. Айб. Ая юрать, ая кĕмест. (Пукан). Смысл этой загадки о стуле темен. Альш. Ăна ачасене ая шăнăран параççĕ. Его дают детям, чтобы они не мочились под себя. Сред. Олг. Ая янă. 1. От страха испустил мочу. 2. Страшно перепугался. Ун кăмăлне ялан ая туса пырсассăн... Если все время подавлять его стремления... Якей. Ая туса пăрахатьчĕ. (Меня) чуть не занесло (снегом) [или: чуть не придавило (чем-либо)]. Собр. Кушака çĕнсе шăрши айне пулнă, теççĕ. Одолел кошку, но был побежден мышью. (Послов). Орау. Хăш çын айран каланине сисимаçть. Иные не понимают намекок. Орау. Çил улăма айăн-çийĕн вĕçтерчĕ. Ветер перебуторил солому. Альш. Пĕри, шыва кĕрсе кайса, шыва айăн-çийĕн çавăрĕ. Одна из них (кобыл) войдет в воду и взболтыхает ее до самого дна. || Saepissime postpositionis vim habefc, eandem ac praepp. sub, subter, quo sensu plerumque cum particulis possessivis coniungitur. Часто служит послелогом, при чем соединяется с притяж. суфф. Ман айăма (ман ая), ман айăмра (ман айра), ман айăмран (ман айран); пирĕн айăмăра (пирĕн ая), пирĕн айăмăрта (пирĕн айра), пирĕн айăмăртан (пирĕн айран); сан айна (сан ая), сан айăнта (сан айра), сан айăнтан (сан айран); сирĕн айăра (сирĕн ая), сирĕн айăрта (сирĕн айра), сирĕн айăртан (сирĕн айран), ун (он) айне, ун айĕнче, ун айĕнчен; вĕсен айне (вăлсам айне), вĕсен айĕнче (вăлсам айĕнче), вĕсен айĕнчен (вăлсам айĕнчен), ун айĕпе, вĕсен айĕпе. V. Матер., 214, Синт., 148 — 211, 292 — 348, 348 — 378. КС. Ман айăма шыв юхса кĕрет. Под меня течет вода. Ib. Сирĕн айăрта ман тӳшек выртать. Под вами лежит моя перина. Ib. Çирĕн айăртан çак сăхмана илсе тăхăнам-ха эпĕ. Ну-ка, я возьму из под вас этот кафтан и надену его. Ст. Чек. Пирĕн айăмăра кĕççĕ сарчĕç. Под нас подостлали войлок. Ib. Чаппан айăмăрта выртат. Чапан лежит под нами. Ib. Шăши пирĕн айăмăртан тухса карĕ. Мышь выбежала из-под нас. Ib. Кĕнекене минтер айне хутăм. Я положал книгу под подушку. Морг. Ырă çын, тархасшĕн хоп мана лорăк айне! Пожалуйста, покрой меня, добрый человек, лукошком! Тай.-Т. Шыв çисе пыннине çĕр ишĕлсе аннă та, юпи вара шыв айнĕ пулнă. Когда берег от размывания водою обрушился, то столб очутился под водою. Ст. Яхак. Ун чухне унта пĕчĕк ачасем çунашкапа ярăнмалли те çук, çиччас, çуна айне туса, вĕлерсе пăрахĕç. В то время маленькие дети и не могут кататься на салазках, так как легко могут быть раздавлены на смерть санями. Букв. 1886. Ĕне айне лармасăрах ĕмĕр ирттермелле турă çырнă пулĕ, терĕç. Они решили, что, должно быть, им суждено прожить без коровьего молока. Сред. Юм. Сăмахран пõлсан, эп çын айпе йõлаканни мар вара. Словами меня не забьешь. Тай. Çакă ялăн ачисе сăмах айне турăмăр. Своими речами мы заткнули рот парням этой деревни. || Альш. Вăрманпа Ескӳл хутлăхĕнче çаранлăх: хамăр ял айĕнчех пирĕн, унтан лерелле Хирти Кушкăсен, Мертлĕсен. Между лесом и озером Ескӳл луга: под самой нашей деревней — наши, а дальше — принадлежащие Полевым Кошкам и Мертлям. Пĕр хĕр кăкăр таран çĕр айĕнче тăрать. Девушка стоит по грудь в земле. Ход. во св. Çĕнĕрен тухакан кĕнекесене пурне те пĕрер те пулин илсе яланах ал айĕнче тытас пулать. Надо приобретать все новые книги, хотя бы по экземпляру, и всегда иметь их под рукою. Лашм. Пирĕн пата хăнана (= хăнана) пыр. Ыттах тĕлне пĕлмесен, Тури касра, кĕтесре, — Тури касра, кĕтесре, улма сачĕ айĕнче. Приходи к нам в гости. Если не знаешь сам, то мы живем вот где: на Верхней улице, на углу, под яблоновым садом. Якей. Чуть йор айне полаттăмччĕ. Меня едва не занесло снегом. СТИК. Çын айне пулса пурăнакан çын, человек, который находится в вечном подчинении у других. Абыз. Путь-путь путени, çав путенен йăвийĕ сакăр ана айĕнче. Подь-полоть перепелка; гнездо этой перепелки под восемью загонами. ЧП. Хырă айĕсенче çырлалăх. Под соснами ягодные места. Якей. Эп кĕпер айĕпе коньккипа ярăнса тохса карăм. Я прокатился на коньках подмостом. Ст. Чек. Вăрман айĕпе пырат. Едет (или: идет) под сенью леса. Землед. Ыраша хытта хăварнă хура пусса акаççĕ. Хăш чух тата пĕр-пĕр курăк е тырă айĕнчен тухнă çĕре акаççĕ. Рожь сеют на паровом поле. Иногда ее сеют на поле, вышедшем из-под какой-либо травы или из-под хлеба. || Etiam adiectivi vim habet, quae loquendi forma perrara eat. Очень редко имеет смысл им. прилагательного. ЧП. Аял ту çинче ай кĕлет, ай кĕлетре аслă аппа. На визенькой горе нижний ярус клети, а в нем моя старшая сестра. Каша. Çӳлĕ тенĕ кĕлетĕр ай кĕлетрен ытла мар. То, что вы считаете за верхний ярус клети, не выше нижнего этажа ее.

айван

(аjван), stultus: incallidus; mollius est, quam ухмах. Глупый, простой; выражение более мягкое, чем „ухмах“. СПВВ. ПЕ. Айван — йăвашшăн (надо: çемçереххĕн) калани. „Айван“ — мягкое выражение. ЧС. Эй, айван! Эсĕ, пирĕн сăмахсене итлемесĕр, çамрăк пуçупала таçта кайса, темĕн тĕлне пулса, темĕн çапса вĕлерес, темĕн персе вĕлерес... Ах, глупая голова. Если ты не послушаешься нас, то с своим молодым разумом попадешь не знаю куда, или тебя кто-нибудь убьет. Ар. Ив. Ача-пăчанăн мĕн пулмасть, халĕ вăл çамăрăк, айван. С детьми чего не бывает; теперь он молод, глуп. Сред. Юм. Çамрăк çынна: „Ăс кĕрсе çитмен-ха õна“, тессине: „Айвантарах-ха õлă“, теççĕ. Вместо того, чтобы сказать о молодом человеке, что он еще не вошел в совершенный разум, говорят: „Еще его дело глупое“. Ходар. Эпир айван ывăлĕ-хĕрĕ ним те пĕлместпĕр, пĕр сан çине анчах витĕнетпĕр. Мы, глупые люди (точнее: дети глупых), ничего не знаем, и только на тебя уповаем. (Из молитвы при обряде чӳклеме). Буин. Çăвара шыв тулнă, кăшкăрмалла мар. Хай эпĕ, айванскер, шыва çăта пуçларăм: „Пăлари шыв чактăр та, тухам“ тесе. В рот мне налилась вода, так что кричать было нельзя. Тогда я, глупый, начал глотать воду, чтобы таким образом вода в р. Буле убыла, и я мог выйти на берег. Хып. 06. № З. Ан ухмахлан, айван! Ак мишука çĕкле те, атя ман хыçран, тет. Недурачься, глупый! Вот возьми мешок и иди за мною. Календ. 04. Хăй, айван, вăрлăх чи начаррине хăварать: „Вăрлăха юрĕ-ха“, тет. Сам, по глупости, оставляет на семена самые негодные зерна, думая, что для посева и они годны. || Etiam de rebus dicitur. Также иногда относится и к вещам. Собран. Айван ăсăмпа шухăшлатăп: хамăр тăван лайăх калаçма. Как раздумаю я своим глупым разумом, — как приятно вести беседу е нашею роднею (или: родственником). Бюрг. Хамăн айван ăсăмпа шухăшласан, сана пĕрте усал туман пек туйăнат-çке. Поразмыслив своим глупым разумом, нахожу, что я, кажется, не сделал тебе ничего дурного. А. Прокоп. Пуçăмăр айван, ăсăмăр ухмах. Голова у нас бестолковая, и ум у нас глупый. Орл. Пурăнăç йĕркине питех пĕлиман çынна (ваттинех мар): „Эй, айван ăс!“ теççĕ. Ăссăр вылăха-чĕрлĕхе те калаççĕ. Человека, не знающего житейских порядков (не очень старого), обзывают глупым. Так же бранят и бессмысленную скотину. Ст. Чек. Ку купа айвантарах-ха, кăшт утă хумалла. Эта копна маловата, надо положить еще немного сена. Ib. Ку купа айвантарах пулат, куран: ути те начар, хăй те пĕчĕкçĕ. Эта копёшка, как видно, будет не из важных: и сено плохое, и сама маленькая. || Как существительное. Substantia modo. О грам. 18. Ача-пăчана çамрăкла ирĕк ан пар, унăн айванĕ хыççăн ан кай. Не давай детям воли смолоду и не потакай их неразумию. Л. Кошк. † Мана çырнă çын ачине ырă та ырă тиеççĕ; ун ыррипе мĕн тăвас? — таçтан айванĕ паларат. Все говорили про моего суженого что он очень хорош; а на что его хорошество, когда его глупость заметна невесть откуда?

ав

(ав), flectere, inflectere, incurvare, гнуть, сгибать. Бел. Гора. † Сĕтел çине хутăмăр, йĕс сĕтелне аврăмăр, пăхăр урине тайрăмăр. Мы положали на стол, и латунный стол изогнулся, а его медные ножки перекосались. Çатан ав, е ramis arborum truncisve earum tenuioribus, alium alii quasi nexu conserendo, saepimentum conficere, плести плетень. Тукун (тугун) ав, токăн (тогы̆н) ав, orbes ligneos, ubi radii rotarum infiguntur, flectendo conficere, гнуть ободья. Пĕкĕ ав, arcus ligneos conficere, qui tota Russia ad vehicula iungenda adhibentur, гунть дуги; тупан ав, eas partes trahearum conficere, quae rotarum vices praebent, гнуть полозья. Альш. Кĕпер çине пырса кĕнĕ çĕрте çатан авса, икĕ çатан хушшине те тăпра купаласа пынă. При вьезде на мост с обеих сторон заплетен плетень, а в промежутке насыпана земля. || Interdum est verberare. Иногда значат бить, колотишь. Сред. Юм. Эпир õна хытă аврăмăр-ха. Мы его здорово поколотили. То же значение есть и в Череп. | Etiam ad suam voluntatem perducere alqm, alqm suum facere. Также уламывать кого, склонять его на свою сторону. Ст. Чек. Çын хытă кăмăллă е çиленнĕ пусан çын кăмăлне çемçетеççĕ. „Калаçса, ĕçтерсе, мĕн туса, çав çынна авар-ха, кăмăлне çемçетер-ха, хамăр мая çавăрар ха“. Если человек неприветлив или на что-нибудь рассердился, то его ублажают. „Давайте поговорим с ним, угостим его (вином, пивом) и как-нибудь уломаем его и склоним на свою сторону“.

авалхи

(авалhи); antiquus, vetus, vetustus, древний, старинный, стародавний. Ядр. Авалхи чăвашсен йăли, обычаи древних чуваш. Т.-И.-Шем. Карташне кĕрсен, мăн-кĕрӳ калат: „Эй, хăтасем! Авалхи йăлана пăрахмастăр-и? çĕнĕрен йăла кăлармастăр-и?“ тет. Войдя во двор, дружка говорит: „Сваты! Не оставляете-ли вы старинных обычаев и не выдумываете-ли новых?“ Такмак. Эпир авалхи йăлапа çӳретпĕр. Мы соблюдаем старинный обычай. С. Тимер. † Авалхи те тенкĕ, кив тенкĕ, хураймарăм енчек тĕпнелле. Не сумел я запрятать поглубже в кошелек старую, старинаую серебряную монету. Сред. Юм. Авалхи пилĕк пус, старинные медные деньги в пять коп, которые теперь ценятся в полторы коп. Альш. Петренкке вăл чăваш пулнă, тет, — кăнла-кушкисем, теççĕ. Ăна авалхисем питĕ асăнатьчĕç, тет, хамăр пек çынччĕ, тесе. Говорят, что Петренкке был чувашив, из с. Кошекна-Кильне. Старые люди, будто бы, часто вспоминали о нем и говорили, что он был такой же (простой) человек, как они сами. Елховоозер. Пысăк тĕме. Вăл тĕмене улăп çăпати тĕпĕнчен хăпса пулнă, теççĕ; тата хăшĕ авалхи çынсем вăрăсенчен хăраса пичĕкесемпе укçа алтса пытарнă, теççĕ. Большой бугор. Говорят, что этот бугор образовался от земли, отставшей от подошв лаптей великана (см. улăп); а некоторые утверждают, что старинные люди зарывали там в бочках золото, боясь воров. Ib. Унта хурăнсем пит нумай пулнă, тата ĕлĕк унта авалхисем чӳк тунă. Там было очень много берез, а кроме того, старинные люди прежде совершали там жертвоприношения. Собран. 168°. † Эпир килетпĕр çак киле авалхи хурăнташше шыраса. Мы приезжаем в этот дом, разыскивая свою старинную родню. Сред. Юм. Виç авалхи укçа пулсан, çын пуять, теççĕ. Если у кого-нибудь будет три старинных монеты, то он разбогатеет.

аккăш

(аккы̆ш), olor, cycnus, лебедь (Пшкрт., Хорач., Альш., Н. Седяк и пр.). Н. Седяк. Аккăш малтан килсен, юр час каймасть. Если рано прилетят лебеди, то снег сойдет не скоре. Альш. † Аккăш пулса вĕçсе ӳкрĕм хамăр савни пур çĕре. Я обратился в лебедя и прилетел туда, где милая. V. акăш.

Алмалав

vici cuiusdam nomen? назв. селения? Чăвашсем. 14. 4 киремет Тарăн варта; вăл Алмалав (scr. алмалав) хирĕпе хамăр хир хушшинче. Четвертая киреметь — в Глубоком овраге: это между полем селения (?) Алмалав и нашим.

алтăр курка

(алды̆р-к̚урга), trullarum varia genera, разного рода ковши. Атмал-кас. † Эпир хамăр хапăссем, анат енчи чăвашсем, алтăр-курка алтакан, катка-пичке тĕплекен. Мы сами абызовские, низовые чуваши; мы выдалбливаем „аятăр“ы и ковши и вставляем дно в кадки и бочки.

ан та кала

(ан т̚а к̚ала), de re tristi, idem fere est., quod ан кала, почти то же, что ан кала. Сред. Юм. Çавăнта ахалех каймарăмăр, кайнă пõлсан пит вырнаçуллă полатьчĕ. — Ан та кала ĕнтĕ! Хал, кайран полчĕ çав, ним тума та çõк. Напрасно мы не пошли туда; если бы мы пошли, то все устроилось бы хорошо. — И не говори! Теперь уже поздно, ничего не поделаешь! Ib. Хамăр чирленине пĕлеппĕр, тõхтăр патне каймаснăр, çанта хамăртах полчĕ çке айĕпĕ те! — Ан та кала çке те! халь каласа халь тăвас çõк ĕнтĕ. Знаем, что больны, а к доктору не идем, — сами виноваты! — И не говори! Теперь уж словами ничего не поделаешь. (Говорит сочувственно). Якей. Сан лашасене исе карĕç, тет, няк? — Ан та кала уш! — вăрах (т. е. вăрă+ах) пĕтерч мана. Кажется, говорят, что у тебя увели лошадей? — И не говори! Разорили меня воры (т. е. именно воры, а не кто другой). Ib. Сан тепĕр ачу та вилнĕ тесе калаç, чăнах-и? Ан та кала ĕнт! пĕр ачасăрах йолтăм. Говорят, что у тебя и другой сын умер; правда-ли это? — И не говори уж! совсем без детей остался! Неушлĕ ку эрнере упыткă илтĕн çăмартаран? — Ан та кала, ача! — манер килмер. Неужели ты на этой неделе получил убыток от яиц? — И не говори, брат! — удачи не было. Завражная. Кĕнеке çоккане ан та кала ĕнтĕ, порне те воласа тохнă! Что и говорить о том, что нет книг! — все перечитали!

апатлантар

(абатландар), cibum praebere (homini), дать кому поесть, кормить кого-либо обедом. Альш. и др. КС. Паян хамăр пĕлĕшшене кĕртсе апатлантарса ятăмăр. Сегодня мы пригласили к себе и накормили обедом своих родственников (свойственников). Альш. Кил эппин, апатлантарса ярам. Ну так иди, я тебя накормлю.

арăм ту

(т̚у), uxorem ducere. Maritare aliquam. Взять в жены. Сделать замужней. Уна хăне валли арăм тунă, тет. Женился на ней. Ст. Чек. Качча илсе арăм тунă. Б. Олг. Каран пер мочи панче порнса-порнса хамăр пичия алантарчĕ мочи, вонсаккăр çолхискере, пĕр хĕре исе кисе (к̚изэ) парчĕ, арăм турĕ. Пожили мы у дяди, и он женил моего старшего брата (последнему было тогда 18 лет), привез ему невесту, повенчал их. Якей. † Хĕртен арăм турăмăр. Из девушки мы сделали (ее) замужнею.

кай

(каj), итти, пойти; уйти; ехать; бежать; катиться; подвигаться вперед. К.-Кушки. Ăçта каятăн (ăçта каян)? Куда идешь? IЬ. Ăçта кайрăн? Куда ты ходил? (Откуда ты идешь?). СТИК. Ăçта кайнă-ши ку? Куда это он ходил? IЬ. Ăçта кайнă иккен ку! Куда, чай, он ходил! Бур. † Хĕл-хĕл кайăк хĕл кайăк, хĕл хĕллесе кайсари, ылттăн-кĕмĕл çăмарти йăвине тăрса юлсари. (Сарана). Шурăм-п. № 18. Чăнах та тыр вырма каясшăннисем (желающие итти жать) нумай тупăнчĕç. Сред. Юм. Каятсăн, кай. Если хочешь итти, то иди. Янтик. † Тăваллах та каяр каймаллипе (т. е. быстрее), Кай(ă)ксар хăвине çитмелле. Сред. Юм. Кайсарĕ, кайсарăн, кайсарăр, кайсарĕç. (Различные формы от слова «кай», оставшиеся невыясненными). Янтик. Тем шырать ун патĕнче, кая тăрать ун патне (то и дело к нему бегает). N. Сторовă! Ан кай-ха (постой, остановись), лар çуна çине, калаçăпăр кăштах, терĕ. N. Эпĕр хамăр та çавнашкал — кĕр кайсах, çур килĕпĕр. || О неодушевленных предметах. Альш. Малалла вара тутар ялĕсем каяççĕ унта, Пăвана çитиччен. А потом все идут татарские деревни, вплоть до Буинска. Альш. † Пурт çумĕпе йĕр кайнă, епле маттур хĕр кайнă? || Итти по швам, распускаться (о шве), рваться. К.-Кушки. Сăкманăн çĕвви кайнă. Ст. Чек. Пасар таварĕ, пĕр çĕтĕлме тытăнин, лăй-лай каят вара (рвется). || Убираться, уходить. Ау 67. Кай, кай (араgite), юрру та аван мар иккен, кирлĕ мар! Сред. Юм. Эп кăвак кĕпе илес теп-ха. — Кай, çав кăвак кĕпене, тĕс каяканскере, çын илмĕ. («Кай» здесь показывает не отстранение от себя, а несогласие). || Выражает недоверие. N. Епле сывă çӳретчĕ, вилчĕ. — Кам? Крушша. — Кай! Вăл та вилни? || Притти в движение. Изамб. Т. Чул çĕклекеннипе (регулятор) армана хытă кайсан пусараççĕ. || Длиться. N. Çĕре, уйăрса илсе, сутма ирĕк парсан, нумаях каймĕ (такой порядок продержится недолго), каллех пĕтăм çĕре пуянсем ярса илĕç. || Сторониться. Цив. Кукша: кайăр унтан (сторонись!), тесе, вилес пек кăçкăрса пырат, тет. || Быть потрачену, быть употребляему. Çĕнтерчĕ З6. Емелĕ те ытларах кайрĕ пулас. || Остаться в памяти, в сердце. Самар. † Атьăр, аппа, выляма сивĕ çăл пуçне; сирĕнпелен пĕрле вылясан, каять ĕмĕр тăрăшшĕне. || Прославиться (на далекое расстояние). Юрк. † Çакă эпир выляни-кулни, каяймĕ-ши çичĕ ял урлă? || Иметь сбыт. Н. Яхушк. Ман тавар каймасть-çке-ха (не продается). М. Яуш. Япаласам кайса пĕтсессĕн (если бы распродались), çĕр сум парăтăмччĕ те.. || Проникать. О сохр. здор. Хушăсем тăррине авантарах тума тăрăшас пулать, унсăрăн çăмăр каять унта. || Войти в моду. Альш. Ку чухне хĕрлĕ-çутă кайнă ĕнтĕ кирек кама та. Теперь вошло в моду ярко-красное (о платье). || Быть в обращении. ССО. Вăл кайман укçа мар, каякан укçа, тенĕ. || Сыпаться (об искрах). Ск. и пред. 84. Ун çилĕлĕ куçĕнчен йăлтăр-ялтăр вут кайрĕ. || Умереть. Сред. Юм. Кайнă: 1) ушел; 2) помер (гов. в насмешку). || Полететь. Имен. Иван каларĕ: ман ухă питĕ хытă сасăпа карĕ, тет. || Обратиться. Альш. † Савнăях та тăванăмсене эп чуп-турăм: сурчăкăмсем кайрĕçĕ пыл пулса. IЬ. Ĕлĕк вăл Каша тутарĕсем тĕне кĕнĕ пулни, тет иккен те, унтан тата, пĕр вăтăр-хĕрĕх çул çапла çĕнĕ йĕркепе пурăнсан-пурăнсан, каялла тутара каяççĕ, тет. || Сходить (о снеге. пыли и т. п.). Юрк. † Хусан çулĕ, хура çул, хура тусан тăраят, пирĕн пит çумне çыпăçат, ĕмĕр питрен каяс çук, куçран куççӳлли типес çук, алăран тутăр каяс çук. Торх. Рамра юр кайсах пырать. На улице всё тает. || Линять. Пшкрт. Ку каякан йышши некак. Эта (материя), кажется, линяет. || Вскрываться (о реке, весной). Толст. Вазузă çуркунне ир тулса, ир каять. N. Ун чухне-ха çуркунне, шыв кайни те пĕр-икĕ кун анчах. || Гоняться. Толст. Эпир вĕсен хыççăн каяймăпăр. || Упасть пропасть, провалиться. N. † Çĕррĕм кайрĕ Сĕвене, тутăхмасăр ан илĕр. Мое кольцо упало в Свиягу; пока оно не заржавеет, не доставайте. Лашм. † Аслă шывсем тăрăх эп çӳрерĕм, сар туяçăм карĕ авăра (попала в омут). || Проходить (о болезни). О сохр. здор. Вăл чир (чесотка) час каять (при лечении). Трахома çакланасси вăл часах, каясса анчах час каймасть. || Гореть (о пожаре). Трхбл. Ял каять. Деревня горит. Ib. Ăшша кайнă çынсем, погорельцы. Якейк. Кĕçĕр хĕвеланăçăнче пĕр ял карĕ (был пожар). Сюгал-Яуш. Пĕтĕмпеле пилĕк кил карĕ ун чухне. Всего сгорело тогда пять дворов. || Разгораться. N. Кайрĕ. (Огонь в самоваре) начал разгораться. Альш. Каллах вăйлă кайнă. Каллах çӳле кайнă. (Лампа) опять разгорелась. || Выходить замуж. ЧП. Лупашкари вĕт турпас сикет, сикет — тухаймасть: леш кассенĕн хĕрĕсем каять, каять — каяймасть. Альш. Качча кайиччен (до выхода замуж) иккĕ-виççĕ каяяççĕ-и вара (едва ли побывают) хĕрсем хĕр-сăрие. Зап. ВНО. Каякан хĕртен шăпăр пытаннă. (Послов.). Сĕт-к. Каймалли хĕр, девушка, которая должна скоро выйти замуж. || Пропадать, исчезать. N . Унăн тутăхни кайса пĕтмен. С него не сошла ржавчина. О сохр. здор. Лайăх юн тĕсĕ кайичченех пĕçерес пулать (мясо). Н. Карм. † Ашăм çуннисем, ай, каймарĕ (жажда не утомилась). Изванк. Тата кĕлте кӳнĕ вăхăтра: тыррăн перекет кайтăр, тесе (чтобы пропало изобилие), капан çине кĕмĕл укçа пырса чикеççĕ. || Выстрелить (о ружье). N. Пăшал каймарĕ. Ружье дало осечку. || Раздаваться (о звуке). Чув. пр. о пог. 88. Чан сасси уçă (ясно) кайсан, уяр пулать, тет. || Употребляется в некоторых чувашизмах. Изамб. Т. † Хăй ятне хăй яракан кайрĕ ĕмĕр тăрăшне (т. е. ославился на век). Ст. Айб. † Хĕрсем пĕве кайнă чух (во время роста) сивĕ куçпа ан пăхĕр. N. Мишуткан яшки ун кăмăлне майнă. || В качестве вспомог, гл. Çĕнтерчĕ 35. Çапăнса кайса, сăвлăшсăр пулса хăрлатса выртать. Альш. † Приюм алăк — кĕленче ăлак, ан хуп хытă — çĕмрĕлет. Çĕмĕрĕлме кай, çунсах кайтăр, манăн çамрак пуç çухалат. Якейк. Паян библиотекăра ларарах карăм (засиделся). См. Оп. иссл. чуваш. синт. II, 46, 64 — 67.

кай ен

кай енĕ, задняя сторона. Захарк. Ялăн кай енче масар пур. СЧЧ. Хăй хуранăн кая енне (позади) тăрат. || Запад. Макка 106. Пирĕн яла икĕ тĕслĕ калаççĕ: хамăр ялсемпе мал енчисем ăна «Сорăм-Варри» теççĕ, кай енчисем, Кăрмăш çыннисем, «Мочикасси», теççĕ. Шурăм-п. № 4. Куккук кай енче алтнине илтсен, аван мар (нумай пурăнаймастăн), мал енче алтнине илтсессĕн, лайăх (нумай пурăнатăн). Слепой. Çорконне кай енчен çил полсассăн тырă-полă лайăх полмасть, тесе каланă: калчана пĕтерет. Регули 839. Кай енчен килчĕ. НИП. Кай енни, запад. Юрк. Выльăх вилнĕ чухне кай енне пăхса вилсен, тата тепĕр выльăх вилет пулат. Н. Шинк. Кăна тăвакан тăшман сирĕн, хăртан кай еннелле, инçех те мар. Хăр патра час-часах килет курнат, ку. Т. IV. Выльăх, вилнĕ чухне кай енелле пăхса вилсессĕн, тата вилессе пĕлтерет, теççĕ. || Север. (сомн.). Яргуньк. «Çил кай енне карĕ — с севера» || Жители (Чувашии) западной стороны. N. † Кай ен лăпсăркка юратать, эпир лăпсăркка пулмарăмăр, кăй енелле юрамарăмăр. Якейк. Кай енчи е анатри чăвашсем тесе, хамăртан кăнтăрлара, тата хĕвел тохаçĕнче порнакан чăвашсене калаççĕ. (Это объяснение крайне сомн.). || В дурную сторону, т. е. ко вреду. См. уйăх хушшинче.

какăр

(кагы̆р), рыгать. Б. Олг. Ме какăратăн конта, килĕшет-и çын унче? айккалла какăрас мар-и! Хурамал. Çимесен те, какăрса тăр халĕ! (Говорят голодному человеку с гневом). Хорачка. Вот хальă какăрса ларат, çимелли-ĕçмелли пĕтрĕ. Ст. Чек. Тăрансан, какăраççĕ. Сред. Юм. Какраччин çинĕ тесе, нăмай тăраначчинех çисен калаççĕ. Зап. ВНО. Какăриччен çырăм çырлана. СПВВ. Какăрас, какăрать, выçă какăрат. ПИТ. Таварăннă чухне каллах: ей-ай-ай! Хамăр та çавăнта каяс пулат-ĕçке (умереть), хамăр (чит. хамăра) çапла хываçин, хисеплĕçин, юрĕччĕ те, темĕн çав; хăш чухнехи ача-пăча ваттисенĕн сăмахĕсене ӳкĕте кĕрекен мар, вара какăрса выртас (лежать голодными) пулат, тесе калаççĕ. Сред. Юм. Паян пит нăмай çисе толтарнă та, какра (= какăра) тăрап (все рыгаю). Орау. Тутарпа чăваш, тата тепĕр вырăс таçта пĕрле апат çиме кĕнĕ, тет те, апат çийиччен калаççа лараççĕ, тет. Чăвашĕ: эпĕ, тăрансан, какăратăп, эпĕ тăраннине çавăнтан пĕлмелле, тесе калать, тет. || Нюш-к. Шăпăр какăрат (когда не перебирают пальцами, то он издает однообразный звук). || В перен. см. Тюрл. Какăрса выртрĕ ĕнтĕ, умер. См. какăрăл.

калăн

подумаешь, что..., как будто. Юрк. Калăн, вăл тĕлтен сăмах вăл-ку пĕртте пулман, тесе. Ib. Калăн, нихăçан та хамăр чăваш чĕлхипе пĕртте калаçман та, калаçа, та пĕлмест, тесе.

канав

(канав), канал, канава; Якейк. Атăл шуне канавпа Хосан патне исе пырас (провести), теççĕ. Ib. Эпĕр хамăр алăк патне канав авăтса килтĕмĕр. Мы к своим воротам провели канаву. Орау. Çак канава алтса яриччен, унта çулленех шыв çимĕкчен кӳленсе выртатчĕ (или: тăратчĕ). || Канава на водяной мельнице. Вута-б. || Начерт 99. Канав, насыпь, вал. || Иногда означает участок леса. Якейк. Явăш канавĕ, лес около д. д. Яуш, Ача-к. Канаш. р. Ib. Шораç канавĕ лес около дер. Шораç. Ала 98°. Пирĕн ати, канава пошăт вăрлама кайсан, виç кон çохалса çӳрет, тит.

кантăр хăлти

(хы̆лδиы), части, отделяющиеся от конопли, когда ее мнут. Ста-к. Тогаево. † Эпир хамăр çырмара, кантăр хăлти айĕнчен пăртак ершчĕк çĕне оман тытрăмăр.

каплан

сгруживаться, скапливаться. N. Капланса ларат. Стоит грудою. Пшкрт. Çомăр шуйă капланса тăрат (не течет вперед). Шибач. Пăр капланса ларчĕ. Лед застрял и не двигается. N. Ун патне шыв пырса каплансанах, вăл ишĕлсе аннă. КС. Йăвăç шыв куккăрне, пырса, каппаннă. В излучине реки образовался затор из деревьев. Калашн. Сĕм-тĕттĕм пĕлĕтсем капланса килчĕç. Шел. 122. Тем пысăккĕш капянса... витĕр курăнса ларать. Ib. 29. Пĕр ылттăн çурт, капланса ларат, вăрттăн пытанса. Скотолеч. 21. Суран ăшне пӳр капланса тăрать те, суран шыççа каят. Зап. ВНО. Çăмăр пĕлчсем килсе капланчĕçĕ (или: капланчĕç). N. Пылчăк кумккисем хытса каяççĕ те, унта çуркунне хăйăр капланать. Толст. Тутарсем шыв хĕрринче вăрман пек капланса тăнă. С. Тим. Шыв капланса çитсен, пĕвене çĕмĕрсе, малалла юхса каят. N. Унăн йĕри-тавра темĕн чухлĕ халăх капланса çӳренĕ. Сред. Юм. Пăтаран кĕпе капланчĕ те, çурăлса кайрĕ. N. Вилнĕ пулă шăммисем юшкăн айĕнче капланса выртнине кураççĕ (видят). Хурамал. Арман валашки çинче тырă капланса тăрать (засел). Тюрл. Кам пырса капланать онта? Кто туда подойдет? N. Ху куçăпа ху аллу тирĕк анине пырса ан капланччăр (в рукописи). А. Турх. Пăр капланчĕ (затор на реке во время ледохода). Ib. Пăр капланса анчĕ. Масса льду спускается по реке (сплошной лед). В. Олг. Пăр капланса ларчĕ (затор). || В перен. смысле. КС. Майлă мар, ун укçипе каплансах ларăн. Его деньги тебе в прок не пойдут. А. Турх. Мана хĕненипе капланчĕ пулĕ! Наверное, хорошо стало ему, как он меня отдул! N. Эй йĕрĕнчĕк ĕçкĕ-çикĕ, çав тери усал ĕçпе тулнăскер, çынна вĕлерӳпе капланнă. N. Эпир хамăр чăн çултан çĕтсе кайрăмăр, тĕрĕслĕх çутти пирĕн çие ӳкмерĕ, хĕвел те пире çутатмарĕ! Йĕркесĕр сукмакпа пĕтсе каплантăмăр. N. Эй çуралнăранпах юн тăкса капланнăскер! Эй йĕрĕнчĕк ĕçкĕ-çикĕ! Хурамал. Ăна ан шелле, капланса кайтăр (= çавăнтах пĕттĕр) теççĕ. Ib. Теме юрамала санăн ĕçу, капланмала санăн ĕçӳпе! (= лайăх япала туман). N. Çав хыпара илтсен, унăн пĕтĕм ăшĕ-чикки капланса çитнĕ.

карамел

(карамэл’), карамель, назв. конфект. Ала 29. † Çакă ялăн хĕрсене пар сыснапа пасара, виç кĕренке чана пăхĕ; хамăр ял(ăн) хĕрсене пар лашапа пасара, виç кĕренке карамел.

кас

улица, околоток; деревня? Хурамал. У деревни бывает: анат кас — нижний конец, вăта кас — средняя часть, ту кас — верхний конец. Эпир çур. çĕршыв. 21. Хамăр енче, Сĕлескер тĕлĕнче, икĕ «Анатри ял» (малти касĕпе, кайри касĕ) лараççĕ. ППТ. Пĕр кас ачисем, пухăнса, тепĕр касса каяççĕ те: атăр, сĕрен пуçлар, утланса тухăр, теççĕ. N. Вăл тăрăшнипе пирĕн виçĕ школ пулчĕ: çак кас Мăнçырмара пĕрре, леш кас Мăнçырмара пĕрре. Ст. Шаймурз. † Пиртен савнă, тусăм инçе мар, пĕр кас урлă кайсан тусăм курăнать. Пазух. Пиртен савнă туссем, ай, инçех мар, пĕр кас урлă каçсан, курăнат. Тогаево. † Пирĕн касăн хĕрĕсем шăратса лартнă çурта пек. Тим. † Кас-кас урлă эпĕ кайса тус пултăм, кассенче кураймансем нумайран. Альш. † Ах, аппаçăм Татьяна, кил илемне кӳретчĕ; кунтан эсĕ кайсассăн, кас илемне кам кӳрĕ? АПП. † Кас-кассенĕн ачисем, мулахайĕпе мухтанать. ЧП. Çӳлти кассенĕн ачисем, анат касра пура пураççĕ. Елаур. Ялавăрта вунă кас. || Повидимому, иногда соответствует русскому «Курмыш». Елаур. Йăлăм-кас — Верхний Курмыш; Анат-кас — Нижний Курмыш (улицы с. Елаура). || Часто встреч. в назв. деревень, в особенности у верховых чуваш: || Порядок домов в деревне). Рааs.

каçма

то же, что каçă. ЧП. Каçмăна хывсан, çӳçерен хыв, каçмассерен вăр-вăр авăнтăр. Собр. † Эпĕ ку енче, тăванăм, эсĕ леш енче, тăванăм, каçмасем каçмассерен силенеççĕ. Пазух. Каçма хутăм шыв урлă та, каçса кайăп, тиейсе. N. Каçми начартан шыв урлă каçма пит хăрушă пулнă. Тим. † Атăлсем тарăн, ай, каçми çук, хамăр сарса, хамăр каçрăмăр. Ау 257. † Леш енчен те, ку енчен те каçма хыврăм — çитмерĕ. Янтик. † Тăвăр (узкое) çĕре каçма хутăм çăра хумăш пур çĕре. Альш. † Шурă Атал урлă шурă улма; каçсаях татăттăм, каçма çук.

каçарттар

понуд. ф. от гл. каçар. Истор. Вăл унта хана йăлăнса, парнесем парса каçарттарнă. Хир-б. Вара эпир каларăмар: ун лаши те çук, çылăх каçарттарса хвар, (исповедуй) терĕмĕр. Чăвашсем 1З. Хамăр айванлăхне пуççапса каçарттарма килтĕм. (Моленье киремети).

каçа

(каз’а), к вечеру. N. Каçа туса пĕтернĕ те, çăкăрне илсе, килне тавăрăннă. Орау. Каçа пĕтет ку ана пирĕн (к вечеру сожнем). N. Мĕшĕн апла пит каçа юлатăр? Почему вы так поздно вернетесь? (или: возвращаетесь). || Накануне. ЧС. Пĕрре çула, ака пĕтсен, пĕр вырăсэрни каçа мунча кĕрсе çаранлăха лашасем çитерме, ыран кунĕпех унта çитерсе тăрас тесе, хамăр валли çăкăрсем илсех кайрăмăр.

ката

(када), 1) кустарник (Чебокс., Цив.), 2) небольшая роща из крупных деревьев. Сред. Юм. Ката — 1) небольшой молодой лес, 2) кустарник. Ib. Ката тесе, каснă çĕртен шатса полнă пĕчик çамрăк вăрмана, тăта (= тата) пĕр тĕпрен темиçе йывăç шăтса тохнă полсан, калаççĕ. Имен. Ката — кĕçĕн вăрман, роща. Сиктер. † Çуркунне çурланă куян çури хăш катана кайса кĕрĕ-ши? Зап. ВНО. Ката, мелкий лесок, кустарник. Нюш-к. Ката — кустарник (ореховый и пр.) Н. Тахтала. Ката, крупный лиственный лес, без хвойных пород и березы. ЧС. Ачасем, айтăр, катана умма татма каяр. (Здесь «умма» раньше в рассказе названо «йывăç умми»). ЧП. Çеçен хирте икĕ ката. ЧП. Вĕт катара хурăн çырли. Ib. Кайрăм Ката хĕррипе. Яргуньк. Хĕре катана кайса лартнă (посадили в лес? в сторону?). N. Выртать, тет, çул урлă пĕр çĕлен; пĕр вĕçĕ пĕр катара, тет, тепĕр вĕçе тепĕр катара, тет. Т. П. Загадки. Катаран ката вăрман, патне çитсен беда вăрман. (Кантăр.) Сиктер. Сăмса айĕнчи курăнман, тет, ката хĕрринчи курăннă, теççĕ. (Послов.). Никит. Вăл ката урлă анчах пулнă. N. Пирĕн ялпа вăсен ялĕ хушшинче ката пур. Чуратч. Ц. Эпĕ, атте пĕр-ик кас сухаласа çавăрнсан, унтан ыйтрăм: катана каям-и, унта упа çук-и? тесе. N. Акара лашасем кӳлĕпĕр, катара кĕтӳсем кĕтĕпĕр. Тюрл. Катана çырлана кайрăмăр. Ходили за ягодами в рощу. Ib. Ката котне ларса кан (под куст). Ib. Лаша катана (в кустарник) кĕрсе кайнă. Чуратч. Ц. Пирĕн хамăр ката патĕнчех ана пур. Альш. Çын катана кĕчĕ, тет те, мишукпа икĕ кайăк (мулкач) тытса килчĕ, тет. Букв. 1904. Пирĕн ял çывăхĕнче пысăк вăрман та, пĕчик катасем те нумай. Н. Лебеж. † Касман ката кӳтĕмĕр, ăна кĕрĕве патăмăр, кĕрӳ касса пăрахрĕ. Ала 85°. Ву пĕр çулпа кайнă-кайнă, кайнă-кайнă та, пĕр вĕт катана пырса кĕнĕ. Собр. † Пĕчикçĕ ката карта пек, чечек пекех илемлĕ. Ой-к.-Йавăш. Калех пирĕн ялтан инçе мар ката пур, вăл катара халĕ те киремет пăрахнă укçасем тупаççĕ. || Так наз. углы (мысы) леса, образующиеся по обеим сторонам поляны, вдавшейся в лес. Н. Уз. См. тĕпек.

каталă

каталлă, с кустарником или рощею. Торв. Эпир çав вăхăтра пĕр каталă çырмана пырса çитрĕмĕр. НТЧ. Пирĕн çĕрте, хамăр ялтан пĕр икĕ çухрăмра, пĕр каталлă вар пур.

катен

(кадэн’, кад’эн’), так зовут ребенка лет до 10 — 15, если не знают его имени. См. катюк. Чертаг, Питушк. Катен, милый. Ib. Эй улăмма (так!), катен! N. † Ах, катен, Чемĕй пур! Хĕр парас та хĕр илес, хамăр Чемейран тухас мар. || Имя женщ. НИП.

каштарт

(каштарт), шасть. N. Вăл çапла каласанах нумай та лармарăмăр, хамăр кӳрĕшри Кĕркурий пичче ывăлĕ çемен каштарт пырса кĕчĕ те...

килӳçĕм

те же, что килӳçĕн. Сред. Юм. Килӳçĕм хамăр патра кĕрсе тохăр (зайдите, заезжайте).

кил

(кил’, к’ил’), жилище (двор), дом. Зап. ВНО. Аран-аран киле çитрĕм. Альш. Ун пеккисене ыттисенчен ытларах асăнаççĕ ялан та кил тенĕ çĕрте. Ib. Васкаса утаççĕ килĕсенелле (домой, ко дворам). Истор. 152. Псковран виççĕр кил Мускав çĕрне куçарнă. N. Пĕрер килĕн (подомно) çĕр кастарса парас марччĕ. О сохр. здор. Çав чир пур киле кам та пулин пырсассăн, вăл çын пĕр эрнерен, е икĕ эрнерен чирлет. Орау. Унта пурăнма кĕрсен, малтан эпир хваттерте пурăннă, унчан, пурăнсан-пурăнсан, хамăр кил турăмăр. Хыр-к. Вăлсем çулла çĕр ĕçлесе пурăннă, хĕлле кил таврашĕнче выльăхсем пăхса пуранатчĕç. Байтеряк. Çимĕк кунĕ, ирхине, пурин килĕнче те пĕçереççĕ икерчĕ. В. Олг. Кил (или: кил ăшне) шăл; мести избу. Изамб. Т. Хĕрĕн ялĕнчи ăратнисенчен (родня невесты) пĕри çĕнĕ кил (ново-выстроенный и пр.) пулсан, малтан çавăнта кĕреççĕ. Б. Хирлепы. † Кил варинче ват çĕмĕрт. N. Пилĕк килĕ çуннă. Сгорело пять дворов. Юрк. Эсир халĕ килĕре (домой) тавăрăнăр. N. Хĕрĕн юлташĕсем (товарищи) килнелле тарнă. Байгул. Кил теннинче (= тенинче) тирĕк-чашăк шăлтăртатмасăр пулмас, теççĕ. Трхбл. † Эпирех те килтĕмĕр, ай, кил пулчĕ, сирĕн кăмăлăрсĕм тин тулчĕ. N. Эпĕр уйпа пĕр килти çын пек пурăнатпăр. || Подворье. Конст. Чăв. Одессăра Пантелеймон монастырĕ килĕнче (в подворье) вĕсем çĕр каçнă.

киле кӳрт

принять (мужа) в дом; принять в зятья. Альш. Ăна (беглеца) пĕри хăйĕн хĕрĕ патне киле кӳртет те, Елшел çынни пулса каят вăл. Чăв. й. пур. 29. Павăл вилсен, арăмĕ: ачасем çамрăк, тесе, хăй патне хамăр ялтанах пĕр çынна киле кӳртнĕ (вышла за него замуж, приняв его на житье в свой дом).

килĕш

(кил’э̆ш), соглашаться, договариваться, уговориться. Юрк. Пуринпе те (во всех отношениях?) çапла икĕ енчен те килĕшсен... Ib. Кĕсем те мĕн пурĕпе килĕшсен, евчи чăпăркка пăрахат. N. Канаш туса килĕшнисене хăшне-пĕрне земски собранисене параççĕ. || Торговаться, столковаться. Чем люди живы. Пăртак тăрсан, Симун çак арăмпа хакне килĕше пуçланă. N. Вăл кĕрĕшекенсемпе кунне пĕрер динарипе килĕшнĕ. Юрк. † Пӳлмĕрсем тулли тырă пур, хакне килĕшмесĕр ан сутăр. Ау 17°. Шуйттан ачи тухрĕ, тет те: этем ! ытти япалапа килĕш, çурт кучĕ йывăр, теççĕ, (терĕ, тет). КС. Эпир унпа килĕшеймарăмăр. Мы с ним не могли столковаться (или: сторговаться). Альш. Çарансем килĕшеççĕ. Юрк. Хай айăра илес текенсем виçĕ çĕр тенке килĕшсе укçа парсан, ăйăра илсе те каяççĕ. Ст. Чек. Вăл ун лашине килĕшмен (не сторговал) || Сосватать. Килĕшсе çураçни. К.-Кушки. † Килĕшнĕренпе йĕре-йĕре хĕрлĕ чĕре шуралчĕ. N. Хĕрĕ килĕшсен (кунсан), Мариам, тавăрăнса, хăй амăшне чĕнсе пынă. Образцы 99. Пĕр чӳрече, ик чӳрече, атте, мана хĕр килĕш. Атте, санăн кинĕ (сноха) пулĕ, манăн кăмăлăм тулĕ. || Понравиться. Никит. Çак сăмахсем пĕтĕм çынна питĕ килĕшрĕç (пришлись по сердцу, понравились). Альш. † Çак тăвансем патне килсессĕн, сăмах килĕшеймесрен хăратăп. Кан. Кăмăла килĕшрĕ пулмалла старикĕ. Н. Якушк. † Эпĕ каяс килĕре çын килĕшмест, теççĕ, эпĕ епле килĕшĕп-ши? (Хĕр йĕрри). || Помириться. Чăв. й. пур. 9. Леш Микка ялан ӳкĕтле-ӳкĕтле йăпатнă, ку йăпатнă тăрăх вара лешсем пĕтĕмпех килĕшнĕ. || Быть удачным, годным. N. Кунĕ те килĕштĕр, çынни те килĕштĕр. (Из наговора: «Ăш ыратсан, вĕрекен кĕлĕ»). N. Вĕсем (знахарки, лекарки) куçа килĕшмен япаласем ярса, пушшех пăсса пăрахаççĕ. О сохр. здор. 51. Çапах та вĕсем пит аван апат, вĕсене пурин те çиес пулать, анчах сывмар çынсене питех килĕшмест. Ст. Чек. Кунти çĕр-шыв мана килĕшмен (не подходящий климат). N. Эпĕ халĕ вар-виттипе хупланап-ха: те кунта килни килĕшмерĕ темĕскер мана. Орау. Мана пур апат та килĕшмест. Янш.-Норв. Телейсĕрсенĕн вăрласа кайсан та (невесту) килĕшмест: е вĕсене çул çинче тытса, укçасем илеççĕ, е курайман çынсем вăрланă чухне çӳсмен пăявне касса татаççĕ. || О согласии в речах. ЧП. Сирĕнпеле сăмах пит килĕшет. Ст. Шаймурз. † Сирĕнпе сăмах пит килĕшет, те кĕçĕнрен пĕрле ӳснĕрен. || Быть угодным, итти в прок. Ст. Чек. Манăн парне килĕшмен (жертва не принята). Ib. Кĕлле кайни килĕшмен (хождение в церковь оказалось неугодным). ДФФ. Çинĕ чухне, хул калек шăмăсене (= шăммисене) хышласа тасатсан, çутă çĕрелле тытса, витĕр пăхатьчĕç: вăл шăмсем таса пулсан, чӳк килĕшнĕ, тетчĕç, — таса мар пулсан, хура йĕрĕсем курăнсан: чӳк туни вырнаçуллах мар, тесе калатьчĕç. ЧС. Çын-мĕн кĕрсен, чӳклени килĕшмест (неудачно), терĕ. Ib. Пĕр-пĕр вĕçен-кайăк йăва çавăрма киле илсе килсен (пух жертвенных птиц) Куслав килĕшмест, тет те, вара нихçан та килĕшмест, тет. Арçури. Киремете килĕшмен, çырмаранах çырлахман. ЧС. Сирĕн хăйматлăхсене сурăх парне пани килĕшмен, унăн алли йăвăр пулса, сурăхусем çавăнпа вилсе пĕтнĕ. Шурăм-п. 9. Çав вите хуçи лаша çилхиие йăваласа муталать пулсан, лаша киле килĕшет (ко двору). || Быть приличным. Ст. Чек. Килĕшменне хытланан! Якейк. † Ай аки Мари пор, хĕр чох çӳрени килĕшет (когда выйдет замуж, гулянья прекращаются). N. Килнĕ çыннăн кайни килĕшет. || Быть к лицу. N. † Çĕнĕ çапата, шур чăлха хĕр уринче килĕшет; хура сăкман, йăс тӳмме каччă çинче килĕшет. Г. А. Отрыв. † Хамăр хура пулсан та, савни сарă килĕшет.

киремет

(кирэмэт, к’ирэмэт’, Пшкрт: кєр’ємєт), киреметь (как свящ. место; от араб. кирамӓт). Охотн. Разные места около деревни и в самой деревне чуваш усеяны киреметями. Даже люди, близко стоящие к чувашам, часто ошибаются, понимая под слозом «киреметь» самих злых богов. «Киреметь», собственно, есть место, где пребывает злой дух, напр. дух какого-нибудь известного, некогда жившего на этом месте, чувашина, представляющего собою героя. У нас, напр., около деревни лежит прекрасное возвышенное пустсе место, имеющее форму полуострова, так как оно окружено с трех сторон двумя реками, соединяющимися в одну. На этом месте, помню, несколько лет тому назад росла старая, старая береза. Место около березы, а нередко и самую березу чуваши называют «утлас киремечĕ» — киреметь Утласа. По преданию чуваш, всем этим полуостровом владел когда-то богатый мужественный чувашин по именн Утлас. Находясь на высоком месте, откуда виднеется окрестность, и в то же время защищенном реками от нападения неприятелей, и владея домом с подземными кодами, ои умел всегда искусно и мужественно охранять себя и свое имущество от воров и разбойников и держать в страхе и покорности жителей нашей деревни. Утлас сам давным давно умер, но не умер его дух; он живет под березой, посаженной Утласом в своем саду. Дух его и теперь держит чуваш в страхе. Ни один чувашин не осмеливается выразить свою непочтительность к березе, где живет он, в противном случае дух Утласа наказывает его продолжительными телесными болезнями, для избавления от которых существует единственное средство — просить прощение в молении перед березою и зарыть в землю около нее медную монету, двухкопесчного или трехкопеечного достоинства. (Признаки жилища. Утласа до сего времени сохранились). «Киремети» имеют и другое происхождение. Место, где раньше совершали в продолжение столетий общественные моления высшим богам, нередко впоследствии были оставляемы, так как с течением времени условия жизни изменились, и чуваши, находя неудобным молиться на том месте, выбрали другое место для молений. Но уважение к прежнему месту молений сохраняется. Они и после изредка ходят туда молиться. Затем йомзи, затрудненные в обьяснении причины болезни чувашина, обращавшегося к ним за советом, говорили, что болезнь могла произойти лишь от неблагопристойного поведения его около известного места. Так постепенно чуваши приходили к убеждению, что на этом месте обитает злой бог, который и посылает нм болезни. Отсюда произошли новые «киремети» чуваш. Например, в нашей деревне, на берегу речки, есть место, куда собирались некогда для совершения общественных молений; оставлено было оно, по всей вероятности, когда поселились на противоположном берегу русские. Присутствие их мешало им молиться, так как те позволяли себе смеяться над их религиозными обрядами. Чуваши для молений выбрали другое место, а прежнее обратилось в «киреметь» (Авăр-кӳл киремечĕ). Сюда, в день совершения общественных млений, приходит старик, выбранный обществом, подметает небольшое место и, незаметно зарыв в землю медную монетку, отправляется домой. Этим выражается уважение к священному месту и память о молениях в старину своим высшим божествам. Чуваши чрезвычайно боятся киреметей и положительно разоряются на жертвоприношения им, особенно при продолжительной болезни. Дети еще с малолетства запугиваются «киреметью». Я помню, как нам было страшно проходить мимо «киремети»: мы опасались даже говорить между собою, чтобы как-нибудь не проронить оскорбительного для «киремети» слова. Как-то невольно слово застывало на языке. Никит. Киремет место — место, где приносят жертву киреметю. N. Ĕлĕк чăвашсем киремет патне укçа пăрахнă, халь нухрат пăрахаççĕ. Акă вăл мĕшĕн: халь киремет ашшĕ вилнĕ, теççĕ, аслă ывăлĕ уйăрлса тухнă, вăталăхĕ салтак(р)а, кĕçĕнан ухмах, теççĕ; çавăнпа ăна халĕ, укçа вырăнне нухратпа улталаççĕ. Собр. Умма татас вăхăт çитиччен, киремет патне умма татса еçсе пăрахсан, киремете аçа çапса çунтарса ярать, теççĕ. Çапла тусан та тармасан, сысна пуçĕ кайса чикеççĕ, тет те, вара тарать, теççĕ. N. Вăл мăн чӳк тенине киремет ăшăнче тумаççĕ, пĕр таса çерем çине тухса парне кӳреççĕ. Шурăм-п. Кунта ĕлĕк киремет пулнă, тет. N. Вăл киремет тени — йăри-тавра йăвăç; çав йăвăçсан йăри-тавра карта тытнă, çав карта ăшне пĕтĕм ватă çынсен (так!) пуçтарăнса кĕл-тăваççĕ. И. Тахтала. Киреметре ан вăрçăр, унта вăрçакан вилет. Никит. Çав киреметре час-часах çынсене киремет тытать. Начерт. 104. «Киремет» и «киреллĕ», место чувашского богослужения. Бгтр. † Пирĕн ял çине пăхсассăн, Шупашкарăн туйăнат, çак ял çине пăхсассăн, киреметĕн туйăнать. Панкми. Чĕке ту киремет, Мăн киремет, Çĕн киремет. Чăвашсем 13. Чăвашсем, килте пĕр-пĕр çын чирлесен, юмăç патне каяççĕ те, вăл вăсене мĕн-те-пулин каласа ярат. Е пĕр-пĕр ыр сăмах калат (киремете), ырă сăмах каласан вара часрах тума хăтленеççĕ. Хăш киремете, вăл юмăç мĕнпе чӳклеме калат: пăтăпа-и, хур-кăвакалпа-и. Пăтă юсманпа ак çапла тăваççĕ: пилĕк тиркĕлĕх юсман тăваççĕ те, унтан пăтă пĕçереççĕ; пиçсен вара, кайса хăш ырăсем каманине чӳклеççĕ. Пырсан, пăттине юсманне лартат та, асăнат: е пĕсмĕлле, тав тăватăп, пуççапатăп, çырлах, мана хĕнне асапне ан пар, тесе. Хамăр айванлăхне пуççапса каçарттарма килтĕм, çырлах, ан пăрах, тет. Çак сан таврашăнта ытлашши сăмах калаçнă пулин те, вылянă-кулнă пулин те. Çырлах, тунă кĕллĕме хапăл ил, эпĕ хуранлă пăттăмпа, тиркĕлĕ юсманăмпа асăнатăп, витĕнетĕп, мана (чит. ман) айван кĕллине хапăл ил, эпĕ хам айванлăхăмпа йăнăшрăм, çырлах, тунă чӳкĕм-кĕллĕм вырăнлă пултăр, тет. Вара виç хут ӳксе пуççапат та, тата укçа хурат вара, миçе пус та пулин. Ун пек киреметсем пирĕн çĕрте пилĕк тĕлте. Ак ăçта: пĕрремĕш — Шăхран тулĕнчи ырсем, вăл варман хĕрринче, çырмара, Киштек хирĕпе хамăр хир хушшинче; иккĕмĕш — Киштекри ырсем теççĕ, вăл çирма ялта, вăрман хĕрринче; виççĕмĕш киремет вăрмантан пăртак аяккарах, унта ĕлĕк пит шултăра вăрман пулнă, пит вăйлă вăрман пулнă, çĕмĕрт пит нумай пулнă; анчах вăл киремет пит хаярччĕ, тет, вăл; унта никам та пырса кĕреймесчĕ, тет; вăл вăрмана вара уделни вăхăтĕнче кирпĕç тума кастарнă, тет; ăна кастарма килекен старшина вара пĕр уйăхранах вилнĕ, тет. Тата пĕр Киштек вырăсĕ çав киремет тĕлĕнчен иртсе пынă чух, ун тĕлне çитсен, мăшкăлласа, ларса сыснă, тет те, хăй вара пĕр эрнеренех вилнĕ, тет; пит усалччĕ тет, çав киремет. Çавăнпа унтан халĕ те пит хăраççĕ. Халь анчах йывăç сахал юлнă ĕнтĕ: саккăр-и, тăххăр-и анчах юлнă ĕнтĕ. Тăваттăмĕш киремет — Тарăнварта, вăл Салмалав хирĕпе хамăр хир хушшинче. Пиллĕкмĕш киремет — Хула ăшĕнче, Ахтапана кайнă çĕрте, çӳлĕ çыран хĕрринче. Тата тепĕр киремет Кăнна урлă, Таяпа енче, тĕме çинче; унта пĕр хурăн ларат халĕ. Çак киреметсем пурте пĕр пек мар: хăшĕ ытларах та хаяр, хăшĕ аплах мар, тет. Тата хир-йĕнче, Раккассипе Елшел хушшинче, пĕр киремет пур, тет, çавна çитес хаяр киремет çук (такого злого киреметя, как он, нет), тет, вара. Ун тĕлĕнчен иртсе кайнă чух калаçма та юрамаст, тет, кулма та юрамаст, тет. Вăл киремет вырăнĕ çултан инçе мар, çултан çĕр хăлаç анчах, тĕме çинче, таврашĕнче йывăçсем ӳснĕ, çавăн енне çавăрăнса пăхма та юрамаст, тет. Пĕлтĕр пирĕн ялсем улатимир Аçтап(п)анĕ Миххайла праçникĕнче Раккассине йыхрава кайнă. Унта вăл ĕçкеленĕ, каç пулсан тин тухнă, хăй ӳсĕр пулнă; çав киремет тĕлне çитсен, аташнă вара, аташса çаврăнкаласа çӳресе шат супнă вара. Унтан çав киремет тĕми çине пырса кĕнĕ те, унтах лашине тăварса, çуни çумне кăкарса, выртнă вара. Вăл, çывăрсан, пит усал тĕлĕк курнă вара. Тухнă, тет, салтак çарри, пурте пăшалпа, тет, унтан кăна та шурă кĕпе-йĕм тăхăнтарса пăшал парса, салтакла вылятнă, тет. Унтан ирхине, тул çутăлсан, киле тавăрăннă вара; киле тавăрăнсан, мĕн пулнине пурне те каласа кăтартнă вара. Унтан вара хăй пĕр эрнеренех чирленĕ те, тăватă уйăх асапланса(н), вилчĕ вара. Нимскер туса та мая килмерĕ. Хăй виличченех пĕтĕмпе çĕрсе кайнă. Сред. Юм. Кашни киреметĕн хăйăн хуçи пôр, теççĕ. Çав хуçин çитĕнсе хĕр качча кайсан, çав хĕрĕн ô киремете хăйпе пĕрле илсе каяс пôлать, тет; хăйне илсе каймасан, киремет темле чирпе те чирлеттерет, тет, çав хĕре. Чирлесе аптрасан, хĕр вара киремете хăйпе пĕрле илсе каять, тет; ăна илсе каяс пôлсан, ак çапла тăваççĕ, тет: пĕчик пӳкçни (= пукане) тăваç, тет, тôтăр таткисĕнчен чӳркекелесе те: çак пӳкенипе пĕрле киремет пытăр, тесе, хăй качча кайнă яла илсе кайса, орам варрине пăрахса хăварать. Вара çав пӳкени пăрахса хăварнă çĕрте киремет полать, тет; он хуçи вара çав пӳкени илсе пыраканнисĕм полаççĕ, тет. Çапла вара пĕр киреметрен икĕ киремет полать, тет: пĕри çав ĕлĕк полнă çĕрте, тепри пӳкенипе илсе кайнă çĕрте. КАЯ. Хăшĕ-хăшĕ чӳк хыççĕн (после моленья) киле кайма лай(ă)х мар, тесе, киреметсене кайса, укçа парахса кĕл-тусан, тин тавăрнаççĕ. М. Васильев № 3, 4. Çав хорама котне кайса янă çынна чăвашсем киремет тее пуçланă, киремет хăй çих полман-мĕн, онăн çемьи те полнă. Собр. Пуринчен ытла чăвашсем киремете пуççапаççĕ, ăна вăсем хурăнсенче, ăвăссенче, çеремсем çинче, е хурамасенче, юмансенче пурнать, теççĕ. Пĕр пĕр çын халсăр выртсассăн, часрах: е арăмĕ, е амăшĕ, е аппăшĕ, юмăç карчăкĕ патне чупса каять. Вăл пырсассăн, вара юмăç карчăкĕ хăйĕн пĕр тӳмме пек юмăç пăхмаллине енчĕкĕнчен туртса кăларат те, тути патне еçсе, тута тавра çавăркаласа: çав киремет тытман-и? ку киремет тытман-и? тесе, тӳммине ярать те, çиппе сулкалама тытăнать. Тӳмми сулкалансан: çав киремет тытнă, теççĕ; тӳмми сулкаланмасан: урăх киремет тытнă, теççĕ, вара тата пăхма тытăнаççĕ. Çапла вара юмăç пăхтарма пыракана суйса яраççĕ. Юмăç пăхтарса килсессĕн, киремете пăтăпа, юсманпа чӳклеççĕ. Шăматкун пасара пĕр икĕ пăт ыраш е сĕлĕ нухрат илсе парса яраççĕ. Килте вăл вăхăтра тайăн сăра тăваççĕ. Тайăн сăра тусассăн, пасартан нухрат исе килеççĕ те, пăтăпала, юсманпала киремете чӳклеççĕ; чӳкленĕ чухне юсманне пĕртак чĕпĕтсе илеççĕ те, нухратпа пĕрле уя, ăçта киремет пур, çав вырăна, пăрахаççĕ. Вырсарникун çитсессĕн, ир ирех киремет сăрине, ĕстел çине çăкăр хурса, чӳклеççĕ те, пĕрне часавай патне турра çурта лартма яраççĕ. Часавай патне çитсе, кулач исе чӳклесен, пĕр татăк киремете: çытăр, тесе, пăрахаççĕ. Çав пăрахнă кулача пĕр-пĕр ула-курак е çăхан çисассăн, киремет çиленет, теççĕ. Кайран тата халсăр выртсассăн, тата тӳрлетеççĕ. Ib. Чăвашсем киремете туррăн шăллĕ (в ориг. «шăлĕ») теççĕ. Т. VI. 54. Тата ĕçленĕ чухне те: вăрçса те ятлаçса çӳретпĕр пулĕ, киреметсем, çырлахăр, тет, турамăшĕ! НАК. Сырлан киремечĕ, Хура-Кĕсрери киремет, Саланчăкри киремет, тăлăп ăшĕнчи киремет! Пурăр та çырлахăр, пиртен урăх ан ыйтăр; кама мĕн кирли аçăвăртан ыйтар (см. ,,сĕмĕле»), эпир ăна сирĕ(н) тӳпĕре те патăмăр (дали и на вашу долю). БАБ. Ахаль те пирĕн хирте киремет нуммай, мĕн пурĕ пилĕк киремет: Аслă киремет, Кĕçĕн киремет, Пулат киремечĕ, Явка ялĕ, пиллĕкĕмĕшĕ — çичĕ çырма пуçĕ. Ib. Вăл аннен ала тымарне тытрĕ те, калама пуçларĕ: а! сире тăшман киремет ячĕпе пăсса пĕтернĕ. Янш.-Норв. Йĕкĕр-чуллă, аçаллă-амаллă киремет! Карăш пурчĕ (чит. пурчĕ?) киремет, уй пуçĕ киремет, Алăк умĕ киремет, Кивĕ-çурчĕ киремет! пурăр та çырлахар, пиртен ытлашшине ан ыйтăр, мĕн кирлине аçăвăртан ыйтар, эпир ăна сирĕн валли те патăмăр. (Уй чук туни; молитва к киреметям). ЧС. Кăна, сирĕн ĕнене, киремет тытнă; пĕр кавакал памасăр çырлахас çук, тенĕ (сказала старуха-йомзя), N. Вăл туррине те, киреметне те ĕненмест. N. Киремет тытрĕ: алă-ура чист хутланса кĕчĕ (киремет прогневался и послал болезнь). Нюш-к. Вырăслайра пĕлтĕр пăру кĕтӳçне, пĕчик ачана, машшин курăннă, тет. Шуркут Ярмулли (ватă çын) уна илтсен: киремет вырăн шырать пуль, тет. Çавах мана кĕлел тавра иртнĕ çăвла ут кĕтӳ кĕтнĕ чух... (здесь пропуск). Халь киремет пĕр çынна та тытнине каламаççĕ çак, тесен ак çапла каларĕ: халĕ киремет йăвашланчĕ, ĕлĕк питĕ хаярччĕ; эпĕ унтан 2 сум вунă пус парса (пăрахса) аран хăтăлтăм, арăм чут вилсе каятьчĕ. М. Васильев. Киремет тесе, çынна тытса хутлакан турра (так!) каланă. Вăл пит усал пулнă; ăна, тул çăнăхĕнчен сар çупа çăрса, юсман туса панă. Шурăм-п. Атте мана шăппăн каларĕ: ку киремет мар, ку арçури; киремет вăл куçа курăнмаст (терĕ). N. Киремете парнене кӳрекен выльăхсем: хур, путек, така, вăкăр, тына тăваççĕ (приносят в жертву), урăх пĕр япала та тумаççĕ. Чхейп. Вара сымар выртакан çынĕ чĕрĕлсен: киреметсем çырла(х)хăрçĕ ĕнтĕ, тесе хĕпĕртенĕ; сымар çын çаплах чĕрĕлмесен, киреметсене тата ытларах тăрăшса тăва пуçланă. Татах сымар çын чĕрĕлмесен, каланă вара: çук, пирĕн киреметсене кам-та-пулсан пирĕн çиран (на нас) елеклерĕçĕ пуль, тенĕ, çавăнпа çырлахмаççĕ пире киреметсем, тенĕ. Курм. Киремете валли: пашалу, вĕтĕ йăва, пăтă пĕçерсе, турăшсене кутăн тăрса, алăк янаххисем çине, çтенасем çине, йĕркипе, çуртасем çутса, чăркуçланса ларса, пуçĕсене чиксе, темĕскер пăшăлтатса кĕл-тăватчĕç. Ib. Пирĕн аттесем киреметсене салат, хăмла, çпичкă, тата укçа пăрахатчĕç: на сана, киремет, сăра туса, ĕç-çи, савăн; малашне пире ан тив, тетчĕç. Байг. Тата манăн аттепе анне тĕрĕс чăн тĕнпе пурăннă: тĕрлĕрен киремете, хĕрт-сурта чӳк туман, тата юмăç патне те ăс ыйтма çӳремен. Ст. Чек. Киремет вăл аван улталанă, шур сухаллă старик пулса, çынсене курăнса вăл каланă: эсĕр мана çапла-çапла асăнсассăн, хĕн-хур ямăп, тенĕ; чир-чĕр ямăп, тенĕ, выльăх-чĕрлĕх-хĕре айăп тумăп, тенĕ; асăнмасан, хур туса пĕтерĕп, тенĕ. Иванова. Пирĕн ялти тĕне кĕмен чăвашсем: питĕ усал киремет, тесе, çаксене шутлаççĕ: Хăмăл ятлă киремете, çиçтĕпе, тата ял вĕçĕнчи пĕр пысăк хыра. Сюгал-Яуш. Ĕлĕк киремечĕ хут пĕлнĕ. Хут пĕлнĕ те, ăна нимĕнпе те улталайман, укçах (так!) парсах пынă. Вăл аччи-пăччисене (так!) хут вĕрентмен. Çавăн пирки, хĕç тимĕртен касса, тенкĕ пек туса пăрахсах улталаççĕ. Шинар-б. Пирĕн хамăр патра пĕр çыран хĕринче пĕр çӳлĕ ту пур, унта пурте: киремет пур, тесе, пуççапнă, укçасем пăрахнă. Халĕ ĕнтĕ пирĕн вăл киремет сăрчĕсене сухаласа пĕтерчĕç. Ăна пурте сухапама хăранă. Виçе кассинче пĕр Иван Гаврилыч ятлă çын пулнă, вăл вара çав киремет сăрчĕсене, йӳнĕ хакпа илсе, акса пурăннă. Çапла вара пирĕн патра киреметсене пĕтернĕ. Собр. Киремете вĕсем турăран те аслă, теççĕ. Чирлесен, ăна: е хур, е кăвакал памалла, теççĕ; хур та, кăвакал та памасан, вăл вилет, теççĕ, мĕшĕн тесен ăна киремет: нуммай вăхăт иртернĕ, тесе, вĕлерет, теççĕ. Юрк. † Çӳлĕ ту çинчи киремет, начарланнă шеремет; шурă такапа чӳк тусан, самайланнă киремет. Çĕнĕ ялсенĕн хĕрĕсем начарланнă шеремет, Кивĕ-ялăн каччисем, чуп-тусан, самайланнă шеремет. КАЯ. Çавăрăнсан-çавăрăнсан (хлеб при гадании), хай мăн килемей аннене укçа çине кăтартса каларĕ: пăх, кин, пăх, тулĕк сан куçа те курнать тем, укçа çине пĕр пĕчĕк улпут сиксе тухрĕ. Вăл улпут Сурăм киремеч ывăлĕ. Унăн çăварĕ кĕмĕл, чĕлхи ылттăн, кĕçĕн чĕлхи (uvula) пăхăр; вăл икĕ чĕлхе ак мĕн калать: Апрам таврашĕ (пирĕн йăх ячĕ) ĕлĕк ман асаттене, вырăсла пулнă чух, пĕр тиха паман, халь çавăншăн ачине урнă йăтă туллаттартăм, ун ачи урса вилĕ!.. НТЧ. Хĕрлĕ çыр киреметĕнчен... N. Кайри (киремет?). N. Киремет пӳрчĕн никĕсĕ. См. Шĕнер киремечĕ, Рекеев III, 5, Магн. М. 121. || Приносимое в жертву киремети. Макка 53. Пирĕн ял патĕнчех хурăн çул пур, çав хурăн çул çинче киремет прахаççĕ. || Бранное обзывание. Ст. Чек. Ку киремет ста карĕ? Куда это он поехал? || Назв. местностей. НАК. Пĕрре кайăк хыççăн Хура Кĕсрери киреметре çӳренĕ чух, кӳлĕре пĕр кăвакал куртăм. Елаур. Киремет. Вăл Маликасси хыçĕнче, çӳлĕ ту айĕнче. Ĕлĕк унта киремете чӳк тунă. Унта малтан сĕм-тĕттĕм вăрман пулнă. Бел. Гора, Ст. Ганьк. Киремет, назв. урочища. Янших. Б. Пирĕн ял укăлчи тулашĕнче виçĕ хырă йывăççи пур. Çав хырăсем патĕнче ĕлĕк суя тĕнлĕ çынсем ку киремете пуççапнă, çавăнпа вăл вырăна Киремет, тенĕ. || Назв. оврага (тип çырма) около д. Дуваневой, б. Буинск. у. («унта ĕлĕк учук тăваччĕç»). || Назв. горы около д. В. Байгуловой, Козлов. р. Эпитеты «выртакан», «выртан», встречающиеся в названиях духов, повидимому, также свидетельствуют о том, что культ киреметей возник у чуваш из почитания умерших, слившегося впоследствии с культом мусульманских святых, на что указывают и сл. киремет, мăчавăр, мамале. См. Оп. иссл. чув. синт. II, 270.

кисрен

(к’исрэн’), трястись, качаться, дрожать. Шибач. Çĕр кисренсе тăрат лачака вырăнта. N. Çĕр кисренет. ЧС. Пирĕн пӳрт пĕтĕмпе кисренсе кайрĕ, чысти хамăр çурта çапнă пекех туйĕнчĕ. Изамб. Т. Пӳртре ташланă чухне пӳртри япала кисренет. Ст. Чек. Кисренет — дрожит. Кайсар. Çул такăр маррипе ăш кисренчĕ.

кувир

ковёр. Тăваç-ушкăм (Вăрнар). † Савни çуни кувирлĕ, тану кувир çаптарнă; эпĕр хамăр çавнашкал, тану кавар пуçарнă.

кукăр

кокăр (кугы̆р, когы̆р), кривой. N. Пĕр пĕчĕк кукăрскер пĕтĕм хире çĕмĕрет. (Çурла) || Кривизна. Собр. Хăваран кӳме автартăм, хыçне кукăр юлминччĕ. ЧП. Кукăр кутлă шурă хурăн çул кукăрĕпе çавăрăнат. || Альш. † Кайăк хурсем каяççĕ картипе (вар. кайăк хурсем килет картипе), кукăртан кукăра шыраса. || Угол (в избе). Никит. † Тĕпелти кукăрта ларакан мĕн сыхласа ларат-ши? — çуллă çăмарта сыхласа. || Отдельная часть селения. N. Хамăр кукăрсене кукрипех салам яратăп. Цив. † Пирĕн ял кукри виç кукăр, виç кукри те çаранлăх. || Закоулок? Пазух. Пăр пуянăн лутра хĕрне сыхларăмăр кукăрта. Ib. Çăварни кукри — çич кукăр, кукăрсерен сарă хĕр. || Поворот, излучина (реки и т. п.). Тим. † Çарăмсенĕн (речка) кукри çичĕ кукăр, çиччĕ çаврăнасси час пулмĕ. Пазух. Акăш кӳлĕсенче пулать, кукăр шывсенче пулат. Янш.-Норв. Эпĕ шыв хĕрне çитсессĕн, пĕр пысăкрах кукăра кĕрсе: çакăнта кăвакал таврашĕ çук-и-ха? тесе, çавăрăнса пăхрăм (посмотрел вокруг). ЧП. Кĕçĕнех те çырма виç кукăр. || В перен. зн. N. Харпăр хăй ĕçĕмĕре тĕрĕслер, никама та кукăр ан курар. Альш. Унтан-кунтан кукăр курат (критикует, осуждает). Истор. Шуйский хăй ĕмĕрĕнче кукăр çулпа нумай çӳренĕ. Сред. Юм. Ман сăмаха кукăр ан кур, Не поправляй моих слов! Ib. Тем кокри пор (говорят про человека, если он сердится). N. Пирĕн пĕр кокăр порччĕ, она тӳрлетрĕç-ши? || Срединный брусок телеги, соединяющий две ее подушки. К.-Кушки. Урапа кукăрĕ (кукăри). Сред. Юм. Орапа кокри тесе, орапа пĕккисĕн айĕнчен тăрăх ярса кайри тĕнĕлпе орапа потошки витĕр кăларакан кокăр патакка калаççĕ.

кул

неизв. сл. ЧП. Уйран урлă (через поле?) кул утрăм, çĕмел тăрри татмарăм. Собр. † Çырла-кăна татса, кул туса, хамăр тăвансене чыслар.

куллен

(кул’л’эн’), тихо. См. хуллен. КАЯ. Пӳртекӳне кĕрсен, эпĕ малтан, пӳрте кĕме хăраса, алăк патне куллен пытăн та, шăпăрт шарламасăр пӳрт алĕк (= алăкĕ) çурăкĕнчен пăхрăм. Ib. Эпĕр: атьăр! терĕммĕр (siс!) те, ыталанса, хамăр пĕлнĕ юрра юрласа, куллен харăсăн утса хăпарма тытăнтăмăр. Изамб. Т. Куллен ташла. Пляши тише.

кунчул

кончол, столько. N. Кунчул пулса (за столько времени) пурне те, хамăр ялта пулнине, курса тăнă эпĕ ĕнтĕ. N. Кончол порăнса (за столько времени) пĕр салам (поклон) илмен.

коптăртат

(-дат), издавать шум, обозначаемый п. коптăр. Шемш. † Пирĕн инке — чей чашки, чăнкăртатса ларать; эпир хамăр шыв корки, коптăртатса ларатпăр. См. коптăр.

курăш

(куры̆ш), видеться. N. Хамăр сан пата пыраччен, те, курăшаймăпăр. С. Дув. † Таван сирĕнпеле курăшманни кĕркунне çитет çулталăк.

ӳк

(ӳк, ӳк), падать, пасть; упасть, свалиться; впасть, выпасть. Орау. Кайнă чухне чӳречесене хупса хăварăр, тата унта-кунта астуса тухăр, вут ӳксе юлнă ан пултăр (чтобы где-либо не осталось упавшего огня). Сред. Юм. Ӳке парсан (если вдруг упадешь), пуçна çȏрса пăрахан вит! Изамб. Т. Кăна ӳкеччен хĕнес тесе, çынсене чĕнсе пухнă. Собрали народ, чтобы избить его до полусмерти («до упаду»). N. † Ой (хир) варинчи тӳрĕ çăка, кассан ӳке памĕши? К.-Кушки. Санăн тăватă шăлччĕ; малтан ӳсĕрсен, икĕ шăлă ӳкрĕ; тепре ӳсĕрсен, тата иккĕш ӳкрĕç. У тебя было четыре зуба; ты выкашлянула сначала два, а потом остальные два. Регули 1449. Ӳктĕр, тесе, ятăм. Я выпустил его, чтобы он упал. Орау. Ӳксе, сăмсине çĕмĕрнĕ. Упал и разбил себе нос. О землед. Кăчуне тата хăш-хăш çынсем навуса анасем çине хĕлле е кĕркунне, юр ӳкиччен (до снега), тăкаççĕ. Чураль-к. Пĕчĕк-пĕчĕк çăраççи ӳкрĕ-ӳкрĕ çухалчĕ; уйăх курчĕ, хĕвел илчĕ. [Сивĕ пăх (чит. пŏх), т. е. блистание снега]. Юрк. † Кĕмĕл черкке пулăтăм, атте аллинчен ӳкмĕтĕм. Ау 13°. Урмак-маки: ӳкем, тенĕ çĕртен (приготовившись упасть), тепĕр йывăçран ярса тытрĕ (ухватился), тет. Т. VII. Хайхисем пыллă сăрана, ӳсĕрĕлсе, ураран ӳкичченех ĕçнĕ, тет (напились до того, что свалились с ног). Хорачка. Вăлсаня ĕçтерес-çитерес полат ӳкиччен. || О снеге, отблеске и пр. Альш. Миххайла праçникĕ таврашĕнче юр ӳкет ӳкнĕ çул. Около Михайлова дня в иной год выпадает снег. Хыпар № 39, 1906. Каçпала тĕрлĕ енче пĕлĕт çине вут çуттисем ӳкеççĕ. По вечерам в разных местах виднеется зарево. || О всякого рода случайностях. Богдашк. † Тантăш тухса кайрĕ те, хуйхă ӳкрĕ пуç çине. Подруга вышла замуж, и мне пришлось горевать. Пазух. Кирек сахăрна пар, ай, пылна пар, кил шухăшĕ ӳкрĕ пуç çине (пала на сердце дума о доме). Чăв. й. пур. Пуç(а) ӳксен, пушмак. Если случится нужда, то (сошьешь) и башмаки. (Послов.). || О растениях на корню, повалившихся в одну сторону. Нюш-к. Пăрçа хăмăлĕ ӳксен, когда стебель гороха повалится на зеклю. КС. Тырă ӳксе пулнă (= лайăх). Хлеб уродился замечательно хорошо. || Слететь. Юрк. † Хурпа кăвакал калаçаççĕ: патшанăн аслă кӳлне ӳкес, теççĕ. Гусь с уткой совещаются о том, чтобы слететь на царское озеро. || Спадать. О сохр. здор. 42. Чĕрнесем ӳкеççĕ. Ногти спадают. Чув. календ. 1907. Çак хĕрелсе тухнă япала (сыпь) 2—3 кунран çухалать. Ун хыççăн ӳт тирĕ хăпаланса ӳке пуçлать (после этого кожа начинает шелушиться). || Впадать (в горе). Жит. св. Январь. Вăл турă çине шаннипе нихăçан та хуйха ӳкмен (не падал духом), яланах савăнăçлă сăнпа тăрса, турра мухтанă. Псалт. 142,4. Чунăм хуйха ӳкрĕ. || Угодить (попасть). N. Вăрăм-вăрăм чăрăшсем вăрман хыçне кайс' ӳкнĕ; вăйя тухман аппасем каччă хыçне кас' ӳкнĕ (угодили к парням). Хыпар № 4, 1906. Эсĕ тĕне кĕмен чăвашсене каласа ăнлантар: вĕсем тутар ултавне ан ӳкчĕр. Истор. Вăл пит аслă ӳкĕ святой çын пулĕ. Альш. † Ай-хай, пуçăм, çамрăк пуç чухрах çĕре ӳкеçке (= ӳкет-çке). Чем люди живы. Епле вара эсĕ çул çине пырса ӳкрĕн? тет Матрӳни. Как же ты угодил прямо на дорогу? ― говорит Матрена. Сир. 15. Вăйлă çынпа ан хирĕç, хăçан-та-пулсан ун аллине ӳкмелле ан пултăр. Орл. II, 248°. Пичĕшĕ патĕнче туй ӳкĕ, шăлнĕ патĕнче çĕр выртĕ. (Кăвар). У старшего брата поезжане (во время свадьбы) попируют, а у младшего — заночуют. Панклеи. Пырсан: таста сăмах ӳкĕ, тесе (ирех полчĕ те), хăвасам тохиччен, айăкра лартăм (чтобы не было лишних разговоров). || Добраться. N. † Атьăрах та чупар-ха, чупар-ха, кĕпер çине ӳкер-ха, ӳкер-ха! Кĕпер çинче мĕн пур? тет, мĕн пур? тет. || Выпасть случаю. N. Тухса кайма май ӳкнĕ, илекене йӳн ӳкнĕ. Выпал случай выйти замуж самокруткой, а жениху — дешевка. || Нападать. А. П. Прокоп. † Çуллен тулă акаттăм, куллен хĕрхӳ (хищн. птица) ӳкеччĕ. Юрк. † Ахванеç чикрĕ пуçне стайккана — виççĕн харăслатса ӳкремĕр, виççĕн виçĕ çĕклем вутă йăтрăмăр, улахăн (scr. улăхăн) кăмакине хутрăмăр, Ахванеçе унта чикрĕмĕр, пĕр наччасрах чунне илтĕмĕр. Афанасий сунул голову в кадку, а мы, все три (девицы), сразу накинулись на него (здесь пропуск?). Потом мы, втроем, принесли три ноши дров, затопили печку, сунули туда Афанасья и быстро умертвили его. Чув. календ. 1904. Хăш чухне пахча çимĕçĕсем çине пыйтă-пăрçа ӳкет. Иногда на огородные растения нападают разные вредные насекомые. || Возникать. Альш. † Хамăр пуçа шухăшсем ӳксессĕн, авăнтăмăр хура çĕлен пек. Богдашк. || Ай, тăванăмсем, тантăшăмсем, эпир ĕлĕк чухне пурăнни тĕлĕкрех ӳкеет-ĕçке куç умне. || Переходить (на чью-либо сторону). Юрк. Вĕсем вырăссем енне кайса ӳкмен пулсан... Если бы они не перешли на сторону русских... К.-Кушки. Вĕсен енне кайса ӳкнĕ. Перешел на их сторону, стал действовать с ними заодно. || Отпечататься, отразиться, быть написану. N. Манăн статья хаçат çине начар ӳкрĕ. Моя статья в газете отпечаталась очень неясно, слепо. Духовн. паст. Çавă пичетсемпе ăвăс çине пичет пуссассăн, пичет паллисем пĕр-пĕринчен уйрăм ӳкеççĕ-и? Б. Хирлепы. † Хусана карăм ят пама, ят парса та ят ӳкмер. || Составлять, равняться (о мере). N. † Атте килĕ улăх пак, утмăл чалăш вăл ӳкет (равняется 60 саж.); утмăл утăм утсассăн, пирĕн аттене юрăн-ха (угодишь нашему отцу, т. е. твоему свекру). || Обходиться (в смысле стоимости). Хыпар № 30, 1906. Пĕр пăт сахăр савăт хуçисене 1 тенкĕ те 60 пуса яхăн ӳкет. Пуд сахару обходится самому сахарозаводчику около одного рубля 60 коп. N. Мĕн хака ӳкессине... Во что обойдется... N. Вĕсем ăна ултă тенкĕ анчах ӳкнĕ. Они обошлись ему всего в 6 руб. Хыпар № 46, 1906. Ăна укçа пит хакла ӳкет. Деньги обходятся ему очень дорого, т. е. он затрачивает для добывания их много труда. || Приходиться (безл.). К.-Кушки. Мана вутă тултма ӳкрĕ. Мне пришлось носить дрова. N. Колач пĕçерме ӳкрĕ. Пришлось печь калачи. || Лишаться. Псалт. 48,15. Вĕсем чаплăхĕсенчен ӳкĕç. || Окончиться. Орау. Ака ӳкнĕ = ака пĕтнĕ. IЬ. Çĕртме ӳксен, пĕр-ик эрнерен ута каяççĕ. Недели через две по окончании пара выходят на сенокос. IЬ. Ака ӳксен, пирĕн касу кăлараççĕ. По окончании яровой пашни у нас выгоняют на пастьбу табун. || Падать в цене, дешеветь. В. Олг. Паян çăмарта ӳкет-и? (хăпарат-и). Падают ли (поднимаются-ли) сегодня в цене яйца? Шибач. Эреке ӳксе-и? Подешевело ли вино? КС. Тырă хакĕ ӳкнĕ. Цена на хлеб упала. || Уступать (в цене), делать уступку. Юрк. Эпир унтан кая пĕрте ӳкместĕпĕр. Мы больше ничего не уступим. Изамб. Т. Ӳк, ӳк пăртак. Уступи немного. Хурамал. Пилĕк тенкĕ ыйтрĕ те, пĕр тенкине ӳкрĕ (уступил рубль), тăват тенкĕ пачĕ. || Начинать(-ся), приниматься. Трхбл. † Çулаях та тăрăх анам пур, хăш йăранĕнчеп ӳксе вырам-ши? В. Ив. Вĕсем ку ĕçе çуркунне, ăшăта пуçласанах, тытăнса, кĕркунне, сивĕ ӳкеччен (до наступления холодов), ĕçлеççĕ. Сред. Юм. Çав ана çине вырма тин пырса ӳкрĕç, тавна темĕн чол вырса пăрахрĕç. Только что начали жать, а уже выжали много. Якейк. Леш аная пĕтерсе, çотри ани çине кайса ӳкрĕмĕр (начали жать загон на пригорке). К.-Кушки. Кăнтăрлана иккĕмĕш ана çине ӳкрĕмĕр. Кумпек (= кун пек) вырсан, тепĕр эрнерен пĕтеретпĕр. Орау. Санара-пуçăн анана сухаласа пĕтерсе, шĕвĕр çине ӳкрĕмĕр эпĕр кăнтăрлаччен. || Приводить к каким-либо результатам. Жит. св. Апрель. Вара Сисиний, хăй ӳкĕтлени ним вырăна та ӳкменнине курса, вĕсене çунтарса ямалла сут тунă. || Сбиваться (о масле). Якейк. Паян уçласа ăвăнтăм, çу ним туса та ӳкмеçт: те пĕçертсе ятăм (вĕри шывпала), те сив шу кирлĕ. || Заболеть, слечь. О сохр. здор. Çак çын чĕрĕличченех, ӳнăн чирĕпех çав килте тепĕр çын ӳкет. Никит. Анчах нумаях та пулман, çак Петр Михайлов халсăр пулса та ӳкнĕ. НТЧ. Элекка пĕр кун çӳрет, икĕ кун çӳрет, тет, хайхи ураран та ӳкрĕ, тет. || Пасть (умереть, о животном). См. пăч-пач. Ст. Чек. Лашисем ӳкрĕç. Их лошади пали. Истор. Вăл лаши ӳкнĕ, тет те, тарçисем ăна хула тулашне кăларса пăрахнă, тет. Сборн. по медиц. Сибир чирĕпе хăш-хăш çĕрте выльăх час-часах ӳкет, хăш çĕрте сайра ӳкет. || Сред. Юм. Пирн хыçа ӳксе вырăр. (Говорят артели, если загон не широк, когда велят начать жать сзади и по направлению к говорящему). || Вспомогательный глагол (см. «Оп. иссл. чув. синт.» II, стр. 57). Шел. 100. Хăш тĕлтен вĕçсе ӳкрĕн-ши кунта? Б. Яныши. Çак тилĕ мĕн пур пуллисене йăлтах çĕрелле пăрахса пĕтерчĕ, тет те, хăй те тухса ӳксе юлчĕ (выпала), тет. Юрк. † Сире курсан, сиксе ӳкрĕм (спрыгнул) çав сарайран сӳлĕ пусмаран. Актай. Кунăн арăмĕ сывлăшпа хăй ăшнеле туртать, тет те, лашасем ун ăшне пурса (= пырса) ӳкеççĕ, тет. Его жена вдохнула в себя воздух, и вместе с воздухом втянула в себя и лошадей. N. Ĕнер каçпа ку чулсем çук-чĕ-çке, ăçтан килсе ӳкнĕ вĕсем? тенĕ. Юрк. Тăрсан-тăрсан (вут), урамăн тепĕр енне те кайса ӳкет. Через некоторое время пожар перекинулся и на другую сторону улицы. Альш. Чупать, чупать те, аран çитсе ӳкет (добегает) пĕр çын тĕлне. N. Эпир хĕпĕртесе ӳкрĕмĕр. Мы очень обрадовались. N. Савăнсах ан ӳк. Не очень радуйся. Хыпар № 31—2, 1906. Çакна илтсен, земский пĕтĕмпех хыпаланса ӳкнĕ. (затомашился). Толст. Хир сысни хăй çине сиксе ӳксе (накинулась), вилмеллех хырăмне çурса пăрахре, тет. Мар. Егип. Арăм кĕл-туса тăнă вăхăтра, Зосима пĕтĕмпе хăраса ӳкнĕ (перепугался). N. Вара халăх хăраса, сехĕрленсе ӳкнĕ (перепугался). Хыпар № 35, 1906. Çавăнпа правительствопа çĕр нумай тытакан улпутсем хăраса ӳкрĕç. Букв. I ч. 1904. Ку улпут пек манăн пĕр сехет анчах пурăнса пăхасчĕ: кĕрсе ӳксеттĕм вара ырă пурăнăçа! тет (ну и зажил бы я тогда!) Чăв. й. пур. 22. Хăй те вырăнтан тухса ӳкнĕ. И сам лишился места. Якейк. † Çăлтăр виттĕр çол корнать, эпĕр каяс çол корнать; хăçан çитсе ӳкем-ши? (доберусь). N. Çавăрнса пăхрăм та, Матьви киле парать, аран тарса ӳкрĕм (едва удрал). Истор. Изяслав хăй те Киеве аран тарса ӳкнĕ (убежал, т. е. добрался до самого Киева). М. Чолл. Аран тарса ӳкрĕмĕр пĕр çырмана. Едва успели добежать до оврага. N. Катăлса ӳк, отломиться и отпасть; татăлса ӳк, оторваться и отпасть; çĕмĕрĕлсе ӳк, разбиться и упасть. Сред. Юм. Татса ӳксе выраççĕ. (Загон не широкий, а жнущих много, поэтому начинают жать в разных местах загона, т. е. один с одного конца, другие с середины, а третьи ближе к другому концу).

ăсла

придумать, выдумать; размышлять. мыслить. Т. Григорьева. Ăсли ăсласа иличчен, ухмахĕ персе ярать, теççĕ. (Послов.). Пока умный придумает, дурак уже скажет. Цив. Ăсла-размышлять. Посл. 22,16. Эпир сире хамăр Иисус Христос туррăмăрăн хăвачĕ çинчен, вăл килни çинчен чеелĕхпе ăсласа тупнă юмах хыççăн кайса пĕлтермерĕмĕр. О землед. Ăна кăшт анчах кăтартса памалла, малалла ĕç ăçталла каяссине вăл хăй те ăсласа тупать. Ему только немного показать, дальше он сам додумается, в чем дело. Учите детей. ЬIйтсан: сана мĕн кирлĕ? тиес пулмасть, лайăх, ăсласа, каласа парас пулать. Если спросят дети (о чем-нибудь), не нужно говорить: «что нужно тебе?» — а надо подробно разъяснить (спрашиваемое). Баран. 139. Пит ăсласа тунă. Сделано с большим умом. Латыш. Шухăшласа, ăсласа çӳренĕ (шаланкă). N. Эпĕ: ку кĕнекене епле çын кăларнă-ши? ăçтан ăсласа тупнă-ши? тесе ыйтрăм. Я спросил: «Какой человек выпустил эту книгу? Откуда хватило у него ума (написать ее)?»

ăссăн

(ы̆ссы̆н), по своему уму (употребляется в некоторых выражениях). К.-Кушки. Хамăр ăссăн турăмăр. Сделали так, как нам заблагорассудилось. IЬ. Ху ăссăн турăн-и ку япалана? Ты это сделал по своему почину? 2) Ты это сделал по своему усмотрению?

ăстаилă

статный. Бурунд. † Пăрăнтăкăн хĕрĕсен ăстанлă иккен пĕвĕсем. Каша. † Ай-хай, хамăр тантăшсем ăстанлă иккен пĕвĕсем!

ăçта

(ы̆с'та), где, куда. См. çта, ста, шта. СПВВ. Х. Ăçта, ăшта. Юрк. Пӳрте çунтарса ярсан, вара ачам хамăр ăçта пурăнăпăр? Если мы сожжем свою избу, милый мой, где же сами-то будем жить? Юрк. Ăçта каятăн? — Киле тавăрăнатăп. — Ăçта, кайсаттăн? — Ĕçе кайсаттăм. Куда идешь? ― Домой возвращаюсь. Куда ходил? — Ходил на работу. ССБ. Ашшĕсене чĕнтерсе, вĕсем ăçтине ыйтса пĕл-ха, тенĕ. Вызови родителей и узнай от них о том, где они. Изамб. Т. Сана калани ăçта кайса кĕрет-ши? Ты не слушаешь никаких увещаний. || То-то. Юрк. Хăй ялан килтен: ăна илме, кăна илме; çавна илтĕм, кăна илтĕм, тесе, ăçта виçĕ тенкĕ, ăçта пилĕк тенкĕ укçа ыйтса илет. Он постоянно получает («выпрашивает») из дома деньги, то три рубля, то пять рублей, ссылаясь на то, что нужно купить то то, то другое, или что он купил ту или другую вещь. IЬ. Укçа нумай çаклатнисем ăçта çапла хуçасем, е улпутсем çул çине ӳкерсе хăварнине тупнă пулаççĕ, ăçта тата çĕр айĕнчен шăтăк, мĕн алтнă чухне пĕр хуран ылттăнпа кĕмĕл тупнă пулаççĕ. Ст. Яха-к. Çав пӳртен тиекен чирпеле ăçта куç пăсăлат, ăçта çан-çурăм ыратат, теççĕ. См. ĕретлĕ. || Разве только. Ст. Яха-к. Килте ăçта уксак сукăрсем, тата тепĕр кун валли икер-кукăль тума хĕрарăмсем анчах юлаççĕ. Разве только остаются дома калеки (хромые и слепые), да бабы, которые должны печь блины и пироги. || Как. Хĕрлĕ Урал № 10, 1921. Ăçта пирĕн пеккине апла тырă илсе килме? Эпир вĕт пӳртрен те тухаймастпăр! (Руссицизм?).

ăш

сокращ. ф. вм. ăшă (теплый) Ердово. Маюк-маюк (scr. маук) кошакки ăш кăмакçи (scr. кăмакси) йоратать; эпир хамăр çавăн пекех, ăш çынсене йорататпăр. N. † Маук, маук кошакки ăш кăмакçи йоратать; эпир хамăр çавнашкал, ăш (приветливых) çынсене йоратаппăр. || Жар, жара. Ч. С. Кил-хушшинчи ĕçсене ĕçлесен, вăт(= вут) тĕртсен, акнă тырра ăш тивет, теççĕ. Если (в семик) будешь исполнять домашнюю работу или зажжешь огонь, то, говорят, хлеба возьмет жаром. || Угар (без дыма, невидимый). N. Кăшт кăвар çунса выртрĕ кĕçĕр (тлел), çампа пуçа ăш тиврĕ пулмалла. Сегодня ночью (в печурке) немного тлело; должно быть, поэтому (я) угорел.

ĕлккен

(э̆л’ккэн'), великолепный. И. С. Степ. Ĕлккен. Юрк. Çине тăхăннă тумтирĕсене, хамăр чăваш тумĕсене, темĕн тĕрлĕ ĕлккеннисене, ытарма хал çук. Невозможно наглядеться на их одежду, ― на нашу чувашскую одежду, очень красивую (на вид). К.-Кушки. Ĕлккен = аван, великолепный. Юрк. Ун çине апла пит ĕлккен мăрамăртан тунă паметник лартнă. || СПВВ. Ĕлккен тумланас, пышно нарядиться.

ĕмĕрле

вековать. N. † Çичĕ те ютсем калаçма, хамăр тăвансем ĕмĕр ĕмĕрлеме. Чужие — побеседовать, а свои родные — век вековать. Хурамал. Çын каланă: манăн кун чухлĕ ĕмĕрлесе пĕр ывăл та çуралман, эпĕ хуйхăрманне кам хуйхăртăр? Человек сказал: «В течение всей моей жизни у меня не родилось ни одного сына; кому же печалиться, как не мне?» Хыпар № 15, 1906. Кашнийĕ вĕсем хăй вăхăтĕнче пĕрре çавăрăнса ĕмĕрлемелле; пĕр сехете те, пĕр минута та ни кая пулмаççĕ, ни маларах çавăрăнмаççĕ.

ĕрет

(э̆рэт, э̆рэт'), ряд; порядок; строй; лад. N. Икĕ ĕрĕтĕн тăчĕç. Встали в два ряда. Ч.С. Тата алăк патне çуртасем ĕречĕпе лартса тултарчĕç (при похоронах). Ходар. Пӳрте кĕрсессĕн, пурте ĕречĕпе сак çине ларса тухаççĕ. Пурте пĕр ĕрет виçшер курка ĕçсен, кĕслеç кĕсле калама тапратать. Войдя в избу, все садятся на нары в ряд. Когда все они один за другим выпьют по три ковша за раз, гусляр начинает играть на гуслях. Юрк. † Хрантсуски тутăр кĕçĕнтерех, унăн хĕрри виç ĕрет (с каемкой в три полоски). || Ряд (порядок) домов. Юрк. Çурчĕ çав ĕретрех, виç-тăват кил урлă-кăна. Его изба в том же порядке, всего через 3―4 двора. || Очередь, черед. Альш. Ĕнтĕ вăталăххине ĕрет, тет, сыхлама кайма. Хыпар № 31―2, 1906. Нумайлăха мар, çапах та тӳс! Санăн та ĕрет çитĕ. Не надолго, потерпи! И твоя очередь придет! Ст. Чек. Ĕрет тивĕрĕ (sic!), дошла очередь. Ст. Ганьк. † Ĕççе пар та яра пар, юлашкине ĕрете яр. Юрк. † И, ĕççе пар; тăван, ай, яра пар, юлашкисем юлсан, ĕретрен яр. IЬ. Ун чухне пире ĕрет çитмес, тесе, хăварчĕçĕ. В то время нас оставили, ссылаясь на то, что (до нас) не дойдет очередь. Макка 169°. † Ыр ут килет ыткăнса, ыр çын килет асăнса: тулли курка тыттарăр. Тулли курка ― тав сире, ытармалла мар сире. Ĕçе пар та, яра пар, юлашкине ĕрете яр. Мчится хорошая лошадь, (на ней) едет добрый человек, нарочно (с целью навестить нас). Наливайте ему полный ковш. Приветствую вас полным ковшом, вы очень милы моему сердцу. Выпей, и больше ничего, а что останется, передай гостям по порядку. || Поочередное взаимное угощение, устраиваемое чувашами во время праздников. Гости, посещающие дом в силу этого обычая. Изамб. Т. Эпĕ çывăрса тăнă çĕре пыстете (= пысăк тете) ывăлĕ ĕрете чĕнме килнĕ. Атте: ĕрет хамăр патăртан пуçлăпăр, тетӳсене чĕнсе кил ĕрете, терĕ. Эпир хамăр ĕрет пуçласшăн-ччĕ, терĕ пирĕн атте. Ул çапах пирĕн атте-аннене хăйсем патне ĕрете илсе карĕ. IЬ. Анчах хамăр патăра ĕрет пынине куртăм та, часрах киле чупрăм. IЬ. Раштавра хамăр пата ĕрет пырсан (когда к нам пришли гости, обходившие из дома в дом), пăртак сăра ĕçтеркелерĕç. Çавăнтан тата çĕнĕрен чирлерĕ. IЬ. Ĕрет килсе кĕрсен, эпĕ пуринпе те Христус-вускрес турăм. Вил. йăл. Вăл кун вара каçчен мун-кун йĕркипе ĕрет туса ĕçкĕ-çикĕ тăваççĕ. N. Çапла çĕрĕпе, ăратнере ĕрет тухачченех, хывса ĕççе-çисе çӳреççĕ. Богдашк. Т. Пĕр каçхине псаломщикĕ рекрутсемпе ĕрет туса ĕçсе çӳренĕ те, кун патне те каймалла пулнă. || Соблюдение порядка (в обряде). Сиктер. Çапла ĕретне туса çитерсен, ĕçсе çиме тытăнаççĕ.

ĕссĕн

(ӧ̌ссӧ̌н'), непереводимый послелог. Беседы, на м. г. 16. Хамăр ĕссĕн, сами, своими силами. N. Вĕсем хăйсем ĕссĕн пурне туса çитерес çук. Они не могут сделать всего своими силами. Изванк. Аптрарĕç çынсем, хăйсем ĕссĕн нумай хăтланкаласа пăхрĕç. Измучились люди, много средств перепробовали (при изгнании мора). Шибач. Вăлсам хăвасам (= хăйсем) ĕссĕнех тăваççĕ. N. Уринчи тимĕрĕ хăй ĕссĕнех уçăлса ӳкнĕ. Ножные кандалы спали у него сами собою. Сборн. мол. Вăл хай есĕ курнă чул, алă перĕнмесĕр, хăй ĕссĕн туран катăлса анса, тимĕре, пăхăра, тăма, кĕмĕле, ылттăна салатса пăрахни пек пулĕ. См. ăссĕн.

яккăнтан

(jаккы̆ндан), неизвестн. cлово, встреч. в след. выр. СТИК. Çын яккăнтан пăхкаласа çӳрет. Хочет пользоваться чужим трудом. («Выражение характера действия, отношение человека к общему делу»). IЬ. Çын яккăнтан пурăнма хамăр юратаппăр та, çынна усă кӳресси таçта.

ял

(jал), селение (деревня, село). Б. 13. Ялта çерçи вилмест, теççĕ. Говорят, что в деревне не умирает воробей (с голоду). Альш. Элшел пĕчĕкçех мар ял: çĕр çитмĕл киле яхăн пур-тăр ялта. Альшеево не маленькое селение: в нем, пожалуй, около 170 дворов будет. Янорс. Ку хăш ял? тесе ыйтрăм та аттерен, ку Шĕнер, терĕ. Какая это деревня? — спросил я у отца. — Шинерь, — ответил мне он. Вишн. 71. Ялтан анатарах çырмара кĕпе çума, лаша шыва кӳртме юрать, анчах çынсем ĕçме илекен вырăнтан аяларах каяс пулать. В реке ниже селения можно полоскать белье и купать лошадей, только нужно спускаться ниже того места, где люди берут воду для питья. IЬ. 70. Ял тулашĕнчи çăлсене тасарах туса... Колодцы, находящиеся вне деревни, сделав чище... Епир çур. çĕр-шыв. 16. Сирĕн ял мĕн ятлă? Ялĕнче миçе урам? Орл. II 350°. Аслă ялтан кĕçĕн яла туй килет. (Кăвар туртни). Из большого селения в малое едет свадебный поезд. (Загребание жара). А. П. Прокоп. † Ай-ай, ялсем, хамăр ял! Мĕнле ытарса каяр-ши? Регули 741. Ял витрĕ (sic!) чопса кайре. Пробежал через деревню. IЬ. 632. Пĕр ача, пирĕн ялти, çак хота исе килчĕ. Юрк. Хăйсем ялĕ çыннисем, incolae vici eorum. IЬ. Карачăмне курсанах, хăйсем ялĕ çыннисем, пурте ун майлă пулса, ăна кала пуçлаççĕ... Ст. Айб. Ял йытти ял енеллех вĕрет, теççĕ. Деревенская собака лает в сторону той же деревни, откуда она. (Послов.). Сред. Юм. Ялти яшка яклашка, килти яшка тĕклешке, тесе, çын панче çинĕ апат тутлă пик туйăнать, килти тутлă мар пик туйăнать, тессине калаççĕ. Регули 1269. Ял сирен (чит. серен) воншар çын тăратрĕç. С каждой деревни представили по десяти человек. IЬ. 655. Порте кусам пирĕн ялтан. Все эти из нашей деревни. Ильм. Ют ялта. В чужой деревне. Ала 89. Как ашшĕ тухса каять ял çине çӳреме, килте унăн арĕмĕ ачисене хĕнеме тытăнать. Как только отец уйдет куда-нибудь («по деревне»), жена его начинает бить детей. Мусирма. † Ял-ял витĕр килтĕмер пуян çын ампар çуттипе. Альш. Ял хĕрĕсем касси-кассипе пĕр 14―19 хĕр пуçтарăнаççĕ те, канаш туса, сăра лартма тăваççĕ. Деревенские девушки, собираясь по 14—19 человек с каждой улицы, совещаются и решают варить пиво. IЬ. Ял сутне кĕмеççĕ. Не занимаются пересудами. Сред. Юм. Ял тăрăх, по деревне, по деревням. Кильд. Ашшĕ вăл вăхăтра ял çинче старостăра е правленинче сутиере çӳренĕ. Ее отец в то время был деревенским старостой или правленским судьей. IЬ. Çăтăк (тряпье) пуçтарма ял тăрăх кайрĕç. N. Мĕншĕн пĕр маях ял тăрăх чупатăн-ши? Конст. чăваш. Вăл кукка патне илсе каякан çын эпĕ пурăнакан Шмалак ялĕ кĕрӳшĕ пулать. Тот, который ведет нас к дяде, приходится зятем человеку из села Шемалакова, где я проживаю. || Общество. А. П. Прокоп. † Ятăм лайăх, тесе, ан мухтан, лайăх ятă тăре-юлĕ ял çине. Не хвались своим добрым именем, твое доброе имя останется в деревне. Ой-к. † Ялăм-йышăм ял пултăр, кӳршĕм-кӳппĕм кĕр пултăр. Сред. Юм. Ял çине ят кайтăр, кота йĕм йолтăр. (Так говорят, когда предпринимается что-нибудь важное). N. Яла ярса çĕнĕпе туса уйăр. Сдать (землю) в общество и разделить ее по-новому. N. Ытти ялсем, унтан уйăрăлса кайса, хăйсем ял пулнă. Другие селения, отделившись от того селения, образовали свои общества. || Происходящий из деревни. Эсĕ хăш ял? Ты из какой деревни? Ку та пирĕн ялах (или: ялсемех). Этот тоже из нашей деревни. Эп ку ял мар. Юрк. Çавсем ялех тепĕрне чиперех вĕрентрĕм. Из той же деревни, я обучил другого как следует. Чуратч. Ку арăм хăйсен ялех пулнă. Эта женщина оказалась из их же деревни.

ял-ялĕнчи

находящийся в других селениях. Сенчук. † Ял-ялĕнчи, ай, арăмсем шурнă купăста, ай, çулçи пек; хамăр ялăн, ай, арăмсем шурă купăста, ай, пуçĕ пек. Ч.П. Ял ялĕнчи хĕрсем.

янтрат

(чит. jандрат), понуд. ф. от гл. янтра. Сёт-к. † Авоç килет ман тантăш, квак лашине выллятса, хора çонине янтратса. Шемшер. † Пирĕн пичче чей хурань, янтрин-янтрин янтрамаç, хамăр килсе янтратрăмăр. Эльбарус. Тата ĕнисем ман хыçран, таптама хăтланса, мĕкĕрсе, вăрмана янтратса, çĕмĕрсе пыраççĕ.

яр

(jар), пустить, отпустить, допустить, отпустить, упустить, выпустить, распустить, пустить в ход, класть. См. ер. К.-Кушки. Кашкăра сурăхсем хушшине яр-ха! Курăн вара, пĕр сурăхă та картăнта юлмĕ. Пусти-ка волка к овцам, останешься без овец. Чураль-к. † Çакă ялăн хĕрĕсем ним парса та ямаççĕ (не допускают). Беседа чув. 15. Хăшĕ шыва кĕреччĕç, хăшĕ пĕчĕкçĕ кимĕ туса яраччĕç. Мижула. Пĕр урамра темиçе пĕве пĕвелеççĕ; малтанхин пĕви толсан, ярать те, кайрисен пĕвисене татса каять. К.-Кушки. Эс мĕшĕн сахăр ярса ĕçместĕн? Почему ты не пьешь (чай) внакладку? М. Тув. † Хĕрĕх пуспа алă пусне алран ярас килимаçть (не хочется выпустить из рук). Орау. Хĕресе çакăнталла ярас пуль (п. на грудь), тек çурăма ыраттарса çӳрет (о нашейном кресте). Тяпт. Çав карапран пир ячĕç, тет (спустили холст). Толст. Эпĕ патиене пусса ятăм, анса ил-ха. Я упустила бадью в колодец, слезь и возьми. Яргуньк. Хайхи çын, вилнĕ çынна илсе, Сăра (т. е. Сăрра, в реку Суру) яма карĕ, тет. М. Васильев № 34. Вара ялти çынсем, тертленсе, она сакайĕнчен сĕтĕрсе кăларса, пĕр тарăн çырма хĕрĕнчи ват хорама котне кайса янă (пустили к корню старого вяза). Орау. Пĕр хĕр кепи аркине тавăрнă та, аялалла пăхса тăраччĕ. Мана курчĕ те, лăштах ячĕ, — вăтанчĕ, курнать. Юрк. Ĕнер эсĕ ман çине пит нумай сивĕ ярсаттăн (напустил холоду); курăсăн, авă паян та кăмакасем çумĕнче ăшăнаймастăп! Орау. Ача тунă та, ачине пĕвене янă. Родила ребенка и пустила его в пруд (т. е. утопила). Пазух. Курки калать: тыт, тесе, сăри калать: ĕç, тесе; сăрине янă хăмлисем те, килнĕ мĕн-çке хăнисем. П. Сунар. † Хора пиншак йӳле ятăмăр (нараспашку), ăна мĕшĕн йӳле ятăмăр, кĕрен кĕпе курăнмашкăн. К.-Кушки. Кĕпе çухине ярса çӳрет (не застегивает). Абыз. Нарт, нарт кăвакал Атăл варинче, ик çунатне шарт, шарт çапать, Атăл хĕрне хум ярать. Пуçтарнăр, ачасем, ман пата. (Чан çапни). N. Чей çине яраççĕ. Пускают в чай. Чаду-к. Пирĕн ялсам пĕр çын вăрмана лаша яма кайнă (чтобы пустить пастись). N. † Хамăр тăван янă чух, çитеймерĕм чыспала. К.-Кушки. Çунийĕ кайман, ăна вĕсем тăххăрĕш те нимпе те ярайман (не могли заставить двигаться, катиться). Т. М. Матв. Атăл тĕпне ахах ятăм. (Хурана тăвар яни). Сред. Юм. Çăвартан тытса янă-и мĕн сана? Насильно, что ли, тебе в рот влили? (Говорят пьяным людям). Якейк. Янă-яманах сӳнсе ларать (лучина в самоваре). Абыз. Кантăк витĕр ĕс (надо: йĕс) кĕвенте янă. (Хĕвел пăхни). N. Яшка çине яма сухан та пур. Ч.К. † Ытса, ытса памасан (пуян инке), турă ятăр каялла (т. е. пусть ее богатство уменьшится). Ч.П. Халат кăсйи тарăн мар, мăйăр яма (класть) пит аван. Юрк. Мана И.И. ярасса ячĕ те, сире те ярĕ, темĕн çав. Меня-то И.И. отпустил, но едва ли только он отпустит вас. Чăв. й. пур. 36°. Акă епле, вăл выхăта эсĕ малтан икĕ хăлаç алт, унтан вара пĕр çын тупса яр; çын тупса ярсан, вара укçана ăлавĕпех: тие, тенĕ. Синьял. † Куçăма ятăм ирĕке, сар ачасем суйлама. Пустила глаза на свободу — выбирать красивых парней. Бугурусл. Эпĕ хăранипе (со страха) лашасене сиккипе ятăм (пустил вскачь). Яргуньк. Первый Иван вĕчĕ (= вĕрчĕ), тит (пустил струю воздуха) те, ултă çухрăм ячĕ, тит; кайран ĕçлен вĕчĕ, тит те, виçĕ çухрăм ячĕ, тит. Вара тапратрĕç, тит (драться). Ib. † Вăйăран вăйя çӳрерĕм, хам савнине ямарăм. Ходил по хороводам, но не упустил своей любимой. || Прибавлять. С. Дув. † Ĕнте вăрман кашлать, вăрман кашлать, туратран турата ярасшăн. || Попускать. Ст. Шаймурз. Турă ямасан (если не попустит), тăшман. çĕнтереймест. || Сбывать с рук (плохой товар и т. п.). М. Яуш. Эпĕ сан тавара яма пĕлетĕп (могу сбыть, спустить с рук). N. Пĕрне лартса хăвартăм, нимпе те яримастăм вăл çитмĕл пуса. Одного надул, а то никак не мог сбыть с рук этот двугривенный. N. Усал укçана аран-аран ятăм. Фальшивую монету насилу сплавил. || Забивать. Çакăнтан тепĕр пăта ямала (забить гвоздь), вара тăн-тăн (крепко) пулать. || Повесить. Альш. Хăлхине ярать хăшĕ арçын та хăлхалки (серьги). N. Эс сар шерепи яни-ха? Халь яма мар, шерепине те çыхса пĕтермен. N. Хĕрсем çула тĕр тăвнă чух, пĕри ыйтать: эсĕ сар шерепи яни-ха? Якейк. (Хĕр) пилĕкнех порçăн хырмоли çыхать, кот хыçне сарă çакать: хӳре вырнне ленттĕсем яраççĕ; çорăм хыçне мăйăран ялав çакаççĕ. (Хĕр-арăм юсав). || Отделывать, украшать. Шаймурз. † Хура шаль туттăрăн ярапине чистă пурçăн ярса тултартăм. Якейк. † Ăшне кĕмĕл янă, тет, толне порçăн тортнă, тет. (О бочке). Ст. Яха-к. Ун чухне лаша таврашĕ пушăт, курăс мар, пуринĕн те чĕн хăмăтсем, шуçпа янă чĕн кутлăхсем. || Распустить (слух и т. п.). N. Ят яр, распустить дурную славу, молву. Ст. Шаймурз. † Ай-уй, савнă тусăм, хура куçăм, ятна яла ярса (распустив про себя дурную славу), эс култартăн. Сред. Юм. Ху ятна ху ярса çӳрен. Свое имя порочишь. || Дать волю (языку). Сред. Юм. Чĕлхене ытла пит янă-çке вара эсĕ. (Говорят тому, кто говорит другим обидные слова). || Стрелять. N. Эпĕ ун чух патруль-ччĕ, хулара çӳреттĕм; хаярăн кăшкăра-кăшкăра аран чартăм войскана: пĕр-маях яраççĕ (стреляют). || Ударить. Орау. Чутах ярать-чĕ чукмарпа. Дубиною чуть не хватил. || Расстегивать, расстегнуть, отцепить, распутать. Упа 719. Эпĕ çĕлĕке хыврăм, тӳммесене ятăм. Я снял шапку и расстегнулся. Толст. Çав çаклатнине (крючек у двери) ярас тесе, сикрĕ-сикрĕ, тет, ку, ниепле çитсе яраймарĕ, тет (никак не мог отдеть). || Пустить (в общее пользование). Хыпар № 31—2, 1906. Эпир çĕре нихăçан та яла ярса (пустив в общее пользование), çĕнĕпе туса уйăрман. || Удлинять. Ст. Чек. Унта кĕпесене урăхларах çелеççĕ, аркисене вăрăмрах яраççĕ (подол пускают длиннее). || Позволять, допускать. Юрк. Шыв ăсма ямаççĕ. Не позволяют брать воды (из своего колодца). О сохр. здор. Çын скарлатинапа чирлесессĕн, унăн пырĕ çăтма ями ыратакан пулать. Яжутк. Хуçи патшаран ыйтать, тет: мана япала сутма яратри-ха? тесе, каларĕ, тет. || Проводить (дорогу, электричество). Чув. календ. 1911. Халĕ электричествана пĕр вырăнтан тепĕр вырăна темиçе çухрăма яма пултараççĕ. Теперь электричество проводят с одного места на другое на много верст. Разум. Аслă çула Куснар çĕрĕ витĕр ямалла тунă. Сделал так (добился того), что дорога должна была пройти по земле селения Коснар. || Прислать, послать. Псалм. 106,20. Вăл хăй сăмахне янă (послал), вĕсене сыватнă. Сала 36. Ирхине ирех Емелене арăмĕ кĕреçе панă та, çырма (канаву) тума янă. || Отправлять. Якейк. Вăл Чол-Холая паршăпа нумай тырă янă. Он отправил в Нижний на баржах много хлеба. || Сваливать на другого (т. е. указывать на недостатки и др.). Альш. Малтан хĕрне тӳррех калассине ялĕ çине яра-яра калаççĕ; унтан кайран-кайран тӳррех хĕрĕ ятне каласах та юрлаççĕ. || Проигрывать (в деньги, в игре). Петĕр виç тенкĕ картла выляса янă. Петр проиграл в карты 3 рубля. || Тратить? Сред. Юм. || Продолжить, продлить. Якейк. Эпĕр теçеттина ир пуçларăмăр та, каçчен ямарăмăр, каçхи апатчен пĕтертемĕр (сжали до ужина). Хыпар № 9, 1906. Çапла пĕр куна та ямарĕç (даже дня не проработали), кĕпере йăлт туса пĕтерчĕç. || Завести (часы; так у многих); пустить в ход (машину и пр.). К.-Кушки. Чассие ятăм та, сĕтеле хутăм. Я завел часы и положил их в стол. Ib. Паян армана янă иккен (пустили в ход). || Возложить; налагать. Хыпар № 42, 1906. Налогсене чиновниксем ямалла мар, халăх суйланă депутатсем ямалла тăвĕç. Янтик. У укçана (тулăка, т. е. долг) халь ĕнтĕ халăх çине янă, хăй татайман пирки. Этот его долг возложили на общество, так как он сам уплатить не мог. || Лить. СТИК. Стаккана (витрене) шыв яр (налить воды). Пирĕн ял 1929, № 16, 4. Çав эрехе пĕр çĕре ярсан, кимĕсемпе ишсе çӳремелли кӳлĕ пулать вĕт. || Лить (о сильном дожде). Никит. Эп витререн янă пек, çăмăр ятăр. Пусть польет дождь так, как я лью из (этого) ведра. Трхбл. Çумăр ячĕ (или: çумăра ячĕ). Дождь пошел (внезапно). || Лить (свечи). Собр. Çăвăнчен (из того сала) çурта ятăм та, çанталăкĕпе сарăлчĕ. || Насыпать. N. Тăпра янă чухне малтан, йывăçа лартиччен, шăтăк тĕпне çерем кассине хуран. N. Ултă виçе урпа яр. N. Эп хутаççине тытса тăтăм, вăл тыррине ярса тăчĕ. || Заставить пройти (болезнь)? Случать. Ст. Чек. Янă кĕсре (то же, что кустарнă). К.-Кушки. Ĕнер хура ăйрăпа янă (çӳретнĕ). Вчера случали вороного жеребца. || Городить (забор). Тим.-к. † Çичĕ хут сапур ямарĕç. || Уничтожить. Сир. Усал кăмăл çĕтĕк-çатăк тăхăннинчен ытла (более) илеме ярать. || Счистить (грязь и пр.). О сохр. здор. Вĕсем, хăйсен ӳчĕсенчен кирĕксене лайăххăн яма-сăрах, кĕпи-йĕмне тăхăнса яраççĕ. || Стирать (резинкой). Янтик. || Выпивать. Никит. Пĕр Иван анчах эрех ĕçмен, ыттисем янă (пили). || Ходить (в карточной игре). Сред. Юм. Яр мана. Ходи ко мне (в игре в карты). || Пуститься во что. Альш. Пырсанах, хваттир хуçине пуççапаççĕ хĕрĕсем; яраççĕ унтан ташша (пускаются в пляс). Абаш. Майралла яр! (говорят женщине). Пляши по-русски! Альш. Хапхаран тухнă-тухманах ярать пурте юрра. N. Акă лашисем ячĕç, тет, ташша. Вот лошади пустились в пляс. СТИК. Ват çын пек юрра ятăн ĕнтĕ! Пазух. Икĕ сар хĕр кăмăлне вăрăм çула кайрăмăр, орган купăс куртăмăр, тăрса ташша ятăмăр. || Ăйха ячĕ вăл! Здорово спал. || Употребляется в качестве вспомог. гл. Ч.П. Ешĕл юман касса ятăм, яр хĕррине ӳкертĕм. Ib. Аслă урама тухрăм юрла ятăм (без намерения, почти неожиданно для самого себя), тăшмансен чĕрисене çура ятăм. Альш. † Çамрăках та кăмăлпа кулса яр: манăнах та кăмăлма уçса яр. Альш. Çураçрăмăр, килĕшрĕмĕр те, Элшелĕнченех илсе ятăм эпĕ хĕр. О брачной жизни. Качча илнĕ хĕре хăйсем патĕнчен хăваласа ярса, ăна намăса яраççĕ, пăрахăçа кăларса яраççĕ. Хыпар № 29, 1906. Халĕ пирĕн хăш чухне çумăр та çăвать, анчах, кăшт хĕвел пăхсанах, типĕтсе ярать. Календ. 1904. Унтан, çынна вырса çӳресе, хăйĕнне çил тăкса ярать. Беседа чув. 17. Пурте аллисенче çутнă çуртасем тытса: Христос вильĕмĕнчен чĕрĕлнĕ, тесе, юрласа ярасса хытă кĕтсе тăраççĕ. Юрк. Исправник хăне валли çырса тăмашкăн пĕр тиек тытса ярат. Чуратч. Куртăн-и? тесе, кăшкăрса ячĕ, тет! Хыпар № 16, 1906. Тутар çинчен мана ялти çынсем ак çапла каласа ячĕç. Скотолеч. 26. Унтан шăнасем ларса варласран тикĕт сĕрсе ярас пулать (на зашитую рану). Юрк. Акă пире çырăва вĕрентсе вырăс туса янни! Вот что значит научить нас грамоте и сделать (через это) русскими! N. Ачăна ялан апла хĕнесен, ухмаха кăларса ярăн. Хыпар № 31―2, 1906. Тата чăнах та хăвна-хăв нихăçан та çынна таптаттарса яма юрамасть. Сред. Юм. Тотăр парса яна. [Если родители соглашаются выдать дочь замуж, то тому, кто сватает, дают «тȏтăр» (не платок)]. Сала. Арăмĕ пачăшкăран часрах ултă çĕр тенкĕ илнĕ те, Ивана парса янă. Юрк. Пăхăсăн, начар эрехне çапла урайне сапса ярса, çак начар эрехпе сут тăвакан çынна нимĕнпе айăплама пулса тăнă. В. Тим. † Ытам тулли памасан, ывăтайса ярап, тет. Хыпар № 29, 1906. Вăхăт-вăхăт урапа сасси илтĕнет, е автан авăтса ярать. Б. Яныши. Учĕ сикрĕ те, малти урапи (колеса) перевос çине кĕрчĕ, кайрине йăтса ярмалла (= ямалла) пулчĕ. Скотолеч. 4. Вăл (лошадь) апатне çисе янă-и, яман-и? çавна пăхас пулать. Кн. для чт. 4. Çулпа иртсе пынă чух, хӳме çумĕнче хутаç çакса янă старике курнă. Ядр. Евангелиенĕн корректурине парса яр ман пата, ăна часрах пусма парса ямалла. НАК. Вăл çапла каласассăн, эпĕ: ку хура-кĕсрери киреметĕç пулчĕ ĕнтĕ, пĕтерет ку мана, тесе, аран: кă-кă-кăвакал, тесе ятăм (насилу выговорил). Альш. Вĕрӳçĕ карчăк килте çук; пырса (парса?) ярăттăм, укçи çук. Чураль-к. Пĕр майрана пăхăп та, йĕрĕп-ярăп. (Сухан). N. † Ларма килнĕ (приехавших гостить) хĕрсене, чупса тухса, чуп-ту-яр.

ят

(jат), имя; название. Менча. Когда у чуваш родится ребенок, то, еще раньше, чем крестить его (шыва кӳртиччен), ему, заодно с бабушками-повитухами (эпи-карчăк), нарекают имя. Если не наречь имени, то это считается нехорошим, так как иначе имя ему наречет чорт (шуйттан). Как только наступит время родить, бабы приводят повитух, и тотчас по рождении дают ребенку имя. Если родится ребенок мужеского пола, то иного нарекают Упа, иного Юманкка, иного Тăхти, а иного Сатай. Все эти имена даются с суеверным соображением. Упа называют затем, чтобы ребенок был здоров как медведь и не болел; Юманкка — чтобы он был крепким и коренастым как дуб и не хворал; Тăхти ― чтобы он был живуч и чтобы племя его множилось и не вымирало; Сатай ― чтобы род его плодился и не исчезал. Что касается девочек, то некоторых из них называют Хĕрпик, других Силпик, иных Эрнук и Тунюк (scr. Тунӳк). Хĕрпик — название не суеверное; родилась девочка, ну и говорят: давай назовем ее Хĕрпик; имя Силпик ― дается с суеверным соображением (ăрăмласа хуни): дескать, Силпик будет жить в почете (сил) и уважении (чис). Эрнук называют тех, которые родятся в пятницу (эрне-кун), а Тунюк (scr. Тунӳк) — родившихся в понедельник (тунти-кун). Ача ят хуни. Тĕне кĕмен чăвашсем, çамрăк ача çуралсассăн, ача ят хума ни пуп патне, ни мулла патне каймаççĕ. Вĕсем (некрещ. чуваши) ача ятне ватă стариксем, ватă карчăксем, эпи-карчăксем, хурăнташсене, ратнисене пухса, хăйсем пĕлнĕ пек, ача мĕн кун çуралнă, çав кун ячĕпе е çав кун ячĕ евĕрлĕ ятпа, пĕр-пĕр святой ятне асăнса тунă праздник тĕлĕнче çуралнă пулсан, ачине те çавăн ячĕпе ят параççĕ. Ывăл ача пулсан, ак çапла хураççĕ: ачи шăмат-кун çуралнă пулсассăн, Шăмак ятлă хураççĕ; вырăсерни кун çуралнă пулсассăн, Вырăстай ятлă, Ванюк (чит. Ванюк) ятлă хураççĕ; тунтикун çуралнă пулсассăн, Тутирек ятлă, Тутиер ятлă, Тăхтаман ятлă хураççĕ. Хĕр ача çуралсассăн, унăн ятне те арçын ачинни пекех хураççĕ. Улăштарсан та, сайра улăштараççĕ. IЬ. Некрещеные чуваши, когда родится ребенок, не ходят, чтобы наречь ему имя, ни к попу, ни к мулле. Чтобы наречь имя ребенку, они созывают старых стариков и старых старух, повитух, родственников и сродников, и нарекают имя ребенку, как умеют сами — или по имени того дня, когда ребенок родился, или именем, подобным имени этого дня; а если он родится около праздника в честь какого-либо святого, то — по имени этого святого. Если родится мальчик, то нарекают так: если ребенок родился в субботу, то Шăмак; если родился в воскресенье (вырăс-эрни кун) — Вырăстай или Ванюк; если родился в понедельник, то Тутирек, Тутиер или Тăхтаман. Если родится девочка, то ее имя нарекают подобно имени мальчика. Если и меняют, то редко. Кроме того имени, они некоторых нарекают по имени родителей, родственников или рода (тата вĕсем хăшин-хăшин ятне ашшĕ-амăш ячĕ, хурăнташ-ăру ячĕ майлă эл йăх ячĕпе хураççĕ). Имена детям своим они нарекают (хураççĕ) тогда, когда вздумают. М. Рус. Ĕлĕкхи чăвашсем ачисĕм пурăнмантан хĕр-ачасене вĕçен-кайăк ячĕпе, ывăл ачасене ураллă кайăк ячĕпе ят хунă. Макка 212. Вăл ача ятне кун ячĕпе шыраса тупаççĕ; кун мĕн ятли пулать, ăна та çавăн майлăрах хураççĕ. Çапла пĕр кун ятне илер-ха: эрне-кун хĕр пулсан, Эрнепи ятлă хураççĕ; ытлари-кун пусан, Утлаш ятлă хураççĕ. Альш. «Имена часто даются в виде соображения относительно зажиточности: если человек с не очень нравящимся чувашам именем живет славно — тихо, зажиточно, смышленно, то это имя дается многим на селе». Т. М. Матв. Ятне хуман ача макăра пулать. (Япалана килĕшмесĕр илсе кайсан, тавар хуçи хаклă ыйтма пултарать, е ĕçе малтан килĕшмесĕр ĕçлесен, ĕçлекенни хаклăрах илесшĕн, ĕçлеттерекенни йӳнрех парасшăн — çак сăмаха çавăн чухне калаççĕ). Якейк. Пĕчĕк ачасам кошаксене, сорăхсене, пăрусене ят параççĕ. Пĕр ятпах хăш чохне сорăха та, пăрăва та кошака та чĕнеççĕ. Кĕтерин, Маркка, Веркка ятлă хораççĕ. Лашапа йăтăсен те хăш чохне пĕр ят полать, напр., Мальччăк ятлă йăтă та пор, лаша та пор. Суждение. Турă, рая пырсассăн, вĕсене ятран каласа чĕннĕ (звал по именам). Псалт. 146,4. Вăл вĕçĕмсĕр нумай çăлтăрсенĕн хисепне те пĕлсе тăрать, вĕсене пурне те ятран пĕлет. Мар. Егип. Зосима çав хăйне нихăçан та курман, нихăçан та пĕлмен арăм ятран чĕннине илтсессĕн, пит тĕлĕннĕ. Е. Ятран чĕне-чĕне кăлар. Альш. Чăвашсем ятран каламаççĕ. Ашшĕ-мĕн ячĕпе чĕнсессĕн, чăваш çиленет. Ашшĕ-амăшĕ ятлă çынна ячĕнчен чĕнмеççĕ: атте ятли, анне ятли теççĕ. Хăй ятлине аташ теççĕ. Пуринчен ытла кăна хĕр-арăмсем çапла тăваççĕ. Псалт. 108,21. Эй турăçăм, турăçăм, эсĕ маншăн хăвăн ятна тивĕçлине ту. Якейк. Аланмасăр порнатпăр, ватă ятне илтетпĕр (нас обзывают стариками). Посл. 179,11. Вăл сире хăвăра чĕнсе илнĕ ята тивĕçлĕ çынсем тутăр. Шурăм-п. № 21. Хăй ĕçсе пурăнать пулсан та, чăваш ятне унăн пек пăсмалла мар. Сала 50°. † Кĕмĕл çĕрĕ, ахах куç, — унăн ятне кам пĕлмест? Что сокращ. жизнь. Рай пурăнăçĕ-çех пурăнăç ятне илтме тивĕçлĕ. Макка 110. † Чунăмăр тӳрă аллинче, ятăмăр патша умĕнче, пĕвĕмĕр ырă çын умĕнче, шухăшăмăр атте-анне умĕнче. Сир. 41. Ухмах темесĕр мĕн ят парас ăна? Альш. Хальхи чăвашсем пайтахăшне мĕне кĕлтунине те пĕлмеççĕ, тет, ятне-кăна, пĕр пĕлмесĕр, калаççĕ тет. Собр. 339. † Пĕвĕр илемлĕ, сăнăр хитре, кам хунă-ши сирĕн ятă-ра? || Очередь по отбыванию воинской повинности. Б. Олг. Каþан, пичин салтак ячĕ тохсан (был объявлен рекрутом), пичин ик хĕр-ача пор-ччĕ. См. ят пар. || Назначение. Юрк. Укçа пулсан, пуштăпа яр. Анчах укçăна хам ятпа ан яр. Будут деньги, пошли почтой. Только не посылай на мое имя. N. Пĕр письмо (= çыру) янă-ччĕ сан ятпа. Одно письмо на твое имя было послано. || В выражении ячĕпе «от имени»... Хыпар № 9, 1906. Вĕсем кĕпĕрне ячĕпе суйласа яма 50 çын хушшинчен 8-9 çын-кăна суйласа ямалла. IЬ. № 8. Пирĕн те пĕтĕм чăваш халăхĕ ячĕпе пуху тума пулмĕ-ши? тетĕп эпĕ. || Цель. Хыпар № 46, 1906. Закона уççа парас ячĕпе Сенат çĕнĕ закон кăларчĕ. || Доброе имя, честь. Ч.П. Леш кассенĕн хĕрĕсем ашшĕ ятне ямалăх. Альш. † Атте-анне ятне лайăх тытсан, пире лайăх çынсем чис парĕç. Собр. 173°. † Атте-анне ячĕпе патшасем чĕнеççĕ хăнана. Янш.-Норв. † Аттем-аннем ячĕпе ырă çынсем чĕнеççĕ хăнана. С. Алг. † Ман туй килет шавласа, атте-анне ячĕпе. || Хорошая или плохая слава, молва. Ст. Чек. Ячĕ пысăк ĕнтĕ. Он уже прославился (в хорошем смысле). Альш. † Маттур-маттур хĕрсене ячĕпелен шыраççĕ. Якейк. † Çварни çони шуç котлă; шуçĕ йолать йор çине, ят сарăлать ял çине (слава идет по деревне). N. Ырă ят илт, выслушать (себе) похвалу, добрую славу. К.-Кушки. Пуян ячĕ çĕклесе, виçĕ пуспа ан виртле. Славясь богачем, не дразни тремя копейками. Ч.П. Ятăра пăсĕ. Ала 103°. † Ĕçес-çияс хуçаран, ыр ят тăвас хăнаран. Альш. Пурăнать вара салтак арăмĕ хуняшшĕ-хунямăшĕ аллинче; вĕсем ырă пулсан, ырă ят илтсе, вĕсем усал пулсан, усал ят илтсе. N. Халăха тытса тăракан каланă сăмахĕсем тăрăх ăслă çын ячĕ илет. N. Хаяр ята кӳрт. Сделать предметом осуждения. Бижб. † Чаплă хĕрĕн чап каят, начар хĕрĕн ят каят, тет. Юрк. † Çичĕ çул ямшăк çӳрерĕм, ямшăк ятне кăлараймарăм, çичĕ пушă аври хуçмарăм. Макка 36. Çак хамăр кас ачисем ят кăларма хăтланчĕç (хотели распустить дурную славу). IЬ. 173°. † Çинçе пӳме ӳстертĕм ятма ял çине ямарăм. IЬ. † 107°. Ялсем çинче ан мухтанăр, ятăр юлĕ ял çине. Лашман. † Çăпатана пăрахса, атă тăхăнтăм, пуснă йĕрсенчен вут тухтăр. Вучĕсем пĕр тухчăр, чулĕсем путчăр, матур йĕкĕт çинчен ят тухтăр. Сир. Ху çинчен элекçĕ ячĕ ан кăлар. Не приобретай славы клеветника. . Ик чĕлхелĕ çын çинчен яланах усал ят каять. || Брань, выговор. N. Хаяр ята кĕр. Подвергаться дерзкой брани. N. † Çамрăк пуççе чармасан, ваттисене ят тивет. Пус. Сĕм вăрманта вăрăм йывăç, çил тимесĕр пĕр кун лармĕ. (Салтака ят тивни). Сала 196°. Сулахай хулха янрасан, ят илтет. N. Лашисене хупмаççĕ, вăррисене хаяр ят; хĕрĕсене чармаççĕ — каччисене хаяр ят. Сятра. † Ах, пире ват ятлать! Ват çын ятне пăхсассăн, эпĕ пасара та тохас çок. Юрк. † Пĕр хĕр ясар пулсассăн, пур хĕр çине ят килет. Ала 89. Ача-пăча ятран-патакран пит хăрать. Дети очень боятся брани и побоев. Якейк. Мана порнма пит йăвăр: кашнă конах ят илтеп (слышу брань). Орау. Капла туса ят илтиччен, эпĕ луччă тепĕр çĕрте сăмахсăр пĕр пуссăр хырăма тăранмалла ĕçлем. Ч.П. Çавна тытса чуп-тусан, çамрăксене ят тивет (побранят). || Молва. БАБ. Ял çине ят карĕ, халăх çине хахать карĕ (из «такмак»; слух, молва). || Звание. Панклеи. Кăна илес мар, мĕн пуçлăх ятне илтес! Если этого не взять, то зачем и начальником называться! (Слова солдата. Сказка № 16.). Сир. 68. Тепĕр тус пур, тус ятне-кăна илсе тăрать. || Сословие. Хыпар № 13, 1906. Смоленск уясĕнче 32 çынтан — 18 дворян, 5 çын урăх ятран, 9 çын хура халăхран. || Для проформы. Ст. Чек. Çумăр ятне-кăна çăват. Только слава, что дождик (т. е. еле-еле накрапывает и т. п.). Хыпар № 42, 1906. Улпутсем вăл ĕçе панă укçана кĕсьене чикеççĕ. Ĕçĕн ятне анчах тăваççĕ. Календ. 1904. Хыт сухана пит кăйран тухаççĕ, иккĕмĕш хутне çавăнтах тăваççĕ, тата иккĕмĕш хутне ятне-кăна (анчах) тăваççĕ. Орау. Мур çĕвĕçи (этот чорт портной, этот негодный портной) сăхмана пăсса хăварчĕ. Майтансем (майданские) вăсем путлĕ çĕлеççĕ-и? ятне анчах туса çӳреççĕ вĕт! СТИК. Ятран-кăна тукаласа тунă. Сделано кое-как. . Ятран-кăна (ахальрен-кăна) шаккакаласа хунă. Кое-как сколочено. Иваново. Ачасĕм, эсир кунта вĕренсе тухрăр... Ячĕ-çеç ан пултăр; мĕн вĕреннине ан манăр, киле ан юлăр, епле-те-пуса ытти çĕре кайма тăрăшăр. Сред. Юм. Аптратнă мана текех: туса пар, тесе; ячĕ пȏлтăр, тесе, туса патăм. || Нарочитая цель, назначение. Иногда имеет оттенок послелога. Панклеи. Йăван хĕпĕртесе: килях, пичи, килях! тет. Ăсса тох-ха, арăм, пичи ячĕпе, тет.Макка 212. Леш укçине ачин ячĕпе каласа хураççĕ. Те деньги кладут в честь новорожденного. Аку 121°. Турăпа патша ячĕшĕн (ради или во славу). Шурăм-п. № 14. Мана та праçник ячĕпе (для праздника) ĕçтересшĕн. || Надельная душа. Ст. Ганьк. † Ял ялĕнче хĕр нумай, хĕр нумай та, ят сахал. Хамăр ялта хĕр сахал, пĕрне те мана памаççĕ. . † Хĕр сахал та, ят нумай, хăçан ӳссе çитĕç-ши? Изамб. Т. Ятран куланай пухаççĕ (по душам). О сохр. здор. 57. Пĕр ик-виç вĕлле пулсан, вĕсем (пчелы) пĕр ятăн çулталăк куланайне татмалăх ĕçлесе параççĕ. Макка 235°. Ялпа пĕрле çынсанчен ят тăрăх укçа илеççĕ те, çав укçапа вара пĕр тиха или лаша илеççĕ. Альш. Тырă пулманнипе, ят сахаллипе юхха ере пуçланă вăл (он). Бес. о земл. Кашни пусса анана уйăрса, ятăн (по душам) валеçе пуçланă. N. Ятран (с души) куланай тӳлесси. Нюш-к. Ятпа уйăр, ятпа уйăрнă. Истор. Куланая ун чух çын тăрăх (ятран) тӳлемен, çĕр хисепĕпе тӳленĕ. Н. Шинкус. Вăл ӳчӳкне пирĕн ялсем пĕр вăкăр, пĕр тына, виçĕ сурăх параççĕ. Ӳчӳк çывăхара пуçласан, çав выльăх-чĕрлĕхсене илмешкĕн, тата кĕрпеçăнăх илмешкĕн, ят тăрăх мĕн чулшар-та-пусан укçа пухаççĕ. (Аслă ӳчӳк). Истор. Вăл, вырăс çĕрне хăйĕн çыннисене ярса, тепĕр хут ят хисеплеттернĕ. || Надел (земли) на душу или на едока. Цив. Манăн ят çĕрне те аттесем ĕçлесе порăнаççĕ. Мой надел земли обрабатывают мои домашние. Орау. Эсĕ мĕлле (или: мĕн) тăвашшăн: ятна парас-и, ай анан памалла-и? — çавна шут тума киле кил. Как ты хочешь сделать: сдать ли твой душевой надел с условием, чтобы исполнялись все повинности (арендатором), или сдавать в аренду позагонно (на год)? Приезжай решить этот вопрос. N. Çак вырсарни-кун ятне парассине нимĕн те калаçмарĕç. В минувшее воскресенье относительно сдачи земли в аренду ничего не говорили. N. Эсĕ пĕр ятпала та пит пуян. Ты и с одним душевым наделом живешь богато. Юрк. Ана-çарансене ят çинчисене-кăна мар, тара та иле пуçлат. Не довольствуется надельными полевыми угодьями и лугами, а начинает и арендовать. . Миките Микулайĕ, ачисем ята кĕриччен (пока дети не получили надела), çапла пит тертленсе пурăнат. . Миките Микулайне йышлă çемьепе, пĕр ят çинчи ани-çаранĕсемпе-кăна (с одним душевым наделом) тăранса пурăнма пит йывăр пулнă. Шурăм-п. № 18. Виçĕм-çул, халăх çĕр уйăрнă чухне, ята кĕресшĕн хыпаланчĕç (спешили получить надел земли). Изамб. Т. Старик ячĕ тухсан, тепле пурăнăпăр вара. Если надел моего умершего мужа отберут в общество, то как мы будем жить? Альш. Пур унта хăшĕ-хăшĕ, унтан-кунтан ят пуçтарнисем: çирĕмшер-вăтăршар ятлă. . Утă Чăнлă улăхĕнче ят пайне пĕр виç купа тивет, теççĕ, Элшелсен, утă пулнă çулсенче. «Ят пайĕ утă» тиекенни, унти утă, чăн лайăх утă вăл. Ч.С. Ятлă çынсем кашни килĕрен ят тăрăх çăмартапа çăкăр пуçтарса çӳреççĕ. (Во время «хĕр-аки»). Чув. календ. 1910. Пирĕн хура халăх йышлăланнă-çемĕн йышлăланса пырать, çавăнпа ят çĕрĕ сахалланнă-çемĕн сахалланса пырать. || Подушное. Изванк. Темиçе ят пама пар. Увеличь число мужчин в семье. (Из моленья).

яш-кĕрĕм

зрелые молодые люди. Нагор. Çимелли япаласене яш-кĕрĕмсем илеççĕ. Угощение берут молодые люди. Ходите во свете. Вĕсен ватă стариккисем ăслă пулнă: çамрăк яш-кĕрĕм (молод. люди) асса пурăнасран хамăр урăрах çынсем пулса, сыхласа пурăнар, тенĕ. || В см. ед. ч. СПВВ. ЛП. Яш-кĕрĕм = ӳссе çитнĕ каччă. Чураль-к. Ĕçнĕ-çинĕ хушăра, яш-кĕрĕмсем çӳреççĕ пуль.

яштак

(jаштак), прямой, стройный. СПВВ. ФИ. Пит тӳрĕ ӳснĕ йывăçа, е çынна та, сывă пысăк пулсан: яштак, теççĕ. Полтава 6. Киев хули патĕнче яштак çӳлĕ тирĕксем (= тирексем, тополи) илемленсе ӳсеççĕ. Чертаг. Яштак çитĕнет, растет стройно. Шемшер. † Мăн-çол хĕрĕнчи яштак хорĕн (= хурăнĕ), çил-тăман килсе хоççа карĕ. Пазух. Сарă яштак хĕрсене хамăр çумма лартрăмăр. . Хитре яштак хĕрсене те çамрăкранах куç курать. . Яштак юман кашталăх, яштак ача салтаклăх. Синерь. † Яштак юман турталăх, яштак яшă салтаклăх. Бгтр. † Яштак юман тĕнĕллĕх, яштак ача салтаклăх. Синьял. † Яштак пĕвĕм(е) ӳстертĕм чухăн çынăн ывăлĕшĕн. Собр. † Вăрмантан вăрмана çӳрерĕмĕр, яштак хулă суйласа. Юрк. (Ядр). Яштак хĕр. || Вдруг. Пшкрт. Jаштак вады̆лза-ђар'ы̆м. Я вдруг, сразу состарился.

ен

(jэн'), сторона (склоняется только с афф. 3-го л.). N. Унăн икĕ енĕпе вăрман. По двум сторонам его лес. Т. М. Матв. Пĕр енче хир, тепĕр енче вăрман. (Кĕрĕк). Регули 1148. Хола енчен килчĕ. Прибыл со стороны города. Чхĕйп. Шырланăн (промоина) ял енчи хĕрне (край). Регули 1150. Ман ен(н)е пăх, конталла. Смотри в мою сторону. М. Васильев. А, вăл енне кайсассăн, ан ти! ая кĕрес çук. Собр. 429°. † Ай мулла, Ярмулла! Ярмулларан сăра илтĕм, пĕр енĕн чусĕ çук. (Искаженная п.). Бюрг. † Эпирех те каяс çулсем çинче икĕ енĕпеленех канавлă. По обеим сторонам дороги, по которой мы должны ехать, канавы. Орау. Енне-енне виçшерĕн тăраççĕ. Становятся по трое на каждую сторону. Юрк. † Енне-енне вуникĕ кусуй чӳрече кастарчĕ. По обеим сторонам вырубил по 12 окон. Сред. Юм. Енчен-енне тайкаланса пырать. Качается из стороны в сторону. || Бок. N. Эп сулахай енне выртсан, çывăримастăп. Мне нельзя (я не могу) спать на левом боку. Шибач. Пирĕн кин, тет, ача турĕ, тет; пĕр енĕ хĕвел, тет, пĕр енĕ ойăх, тет. Хыпар № 8, 1906. Енчи хĕррисене (аяккисене) шывлă тăмпа сĕрсе якатас пулать. Края боков нужно сгладить, обмазав мокрой глиной. || Календ. 1907. Икĕ енни тавлашнă чух, председатель вĕсене килĕшме ӳкĕтлет. При споре двух сторон председатель старается примирить их. Ст. Чек. Пуçма-пуç улăшрăмăр, пĕр енчен те сĕтев паман. Поменялись без всякой придачи (баш-на-баш), ни одна из сторон не дала придачи. || Сторона села; страна N. † Ула кĕсрен тыйхине хăях утă та йорĕ-чĕ; çакă ен хĕрсене мăк сухал та йорĕ-ччĕ. N. Пирĕн еннереххисем. Те из них, которые находятся (живут) ближе к нам, в нашей стороне. Регули 1151. Хăйсем ен(н)е каяççĕ. Отправляются в свой край. Альш. Çĕрпӳ енчисем эпир. Мы со стороны Цивильска (наша родина около Цивильска). О сохр. здор. Хале ĕнтĕ эпир хамăр пурăнакан енчи çимелли япаласем мĕнлине, хăшĕ кирлине пурне те пĕлтĕмĕр. || Отношение, Hinsicht. Ст. Чек. Вăл енчен калама çук. В этом отношении и говорить нечего. Хыпар № 33, 1906. Вĕренес енчен те тĕлĕнмелле вĕренеймеççĕ. В отношении учения они тоже не очень-то успевают. Беседа чув. 7. Христос тĕнĕ енĕпе тутарсем ун чĕрине пит ыраттарса пурăннă. Чет. пути. Халĕ ĕнтĕ Америкари çынсем епле пуян, пур енчен те (во всех отношениях) малтан пыраççĕ. Истор. церк. Ĕненекенсен хушшинче пĕр енчен те йĕрке пулман. || В значении послелога. Чума. Çавăнтан кайран вара çын е вилес енелле каять, е сывала пуçлать. Хыпар № 31-2, 1906. Вăл татах пăлхану енне шухăшлĕ. Псалт. 48,5. Юмахпа каланă енне хăлхама чикĕп, вăл юмаха псалтир каласа ăнлантарăп. Сборн. мол. Вăл ман енне хăлхине чикрĕ, ĕнтĕ хам кун-çулăмра ăна чĕнĕп. Регули 1149. Хĕвел ен(н)е çавăрăнчĕ. Обернулся (лицом) к солнцу. Сред. Юм. Кĕр енне кайсан (к осени) çанталăк сивĕтет вара. Синерь. Ир енне. К утру. Макка 110. Пирĕнтен хĕвел-тухĕçĕпе çур-çĕр енче. От нас на северо-восток. IЬ. 72°. Ялăн çур-çĕр енче. К северу от деревни. Альш. Качча кайсан, ачу-пăчупалан вăл еннелле пăхма вăхăт çук вара унта (когда пойдут дети некогда будет этим заниматься). IЬ. Турă енне те ытларах (больше) шухăшлаççĕ. IЬ. Чăп ĕç çыннисем чăвашăн авланса, качча кайнисенчен пуçласа ватталла çывăхарнисем таранччен. Вĕсем лешсем пек ял сутне кĕмеççĕ, лешсем пек юмăçĕ-вĕрӳçĕ енчех лармаççĕ. || В чувашизмах. Юрк. Нимĕн тума пĕлмесен (тăва пĕлмен енне) ăна та кăна та шухăшласа пăхаççĕ, чăвашсем вилменнине кура вăсенĕн тĕнне кĕрсе чăваша тухма та шухăшлаççĕ. П.П.Т. Вăсем аптранă енне (не зная, что делать) ак епле тунă... Сир. 113. Чун тарăхнă енне ӳпкелешем пĕреххут. Буду жаловаться в горести души моей. Ч.С. Эпĕ вара ним тăвайман енне (не зная, что делать), хупаха кайса лартăм. Баран. 28. Çи-халĕ ăна, çавăнтах шăлă шанса кайĕ, тесе пырать, тет, нимĕн тăвайман енне. Ч.С. Вăл унта, нимĕн тăвайман енне, вут çуннă тĕле сăхманĕпе витнĕ. Альш. Микулĕ каланă: çапла çав, вăл пуяс енне чукун та юр çинчех пĕçерет тенĕ. N. Аптăранă енне ним калама пĕлмесĕр суеçтертĕм. Хыпар № 37, 1906. Хресченсем хăш тĕлте, аптăранă еннипе: куланай параймастпăр, тесе, приговорсем çыра пуçларĕç. || Страница. КС. Икĕ енне те вуласа тухрăм. См. пит.

ерт

понуд. ф. от ер. Собр. Ула-куракпа чакак тус пулĕç, хура-курака ертмĕç, теççĕ. Ворона с сорокой будут друзьями, но грача в свою компанию не возьмут. (Послов). Юрк. Таса мар алă-шăлли куçа чир анчах ертсе тăрат (заражает). Симб. Ваççук ятлă юлташ хăйсен кӳршинне кишĕр вăрлама ертсе карĕ (повел меня). О заступл. Тарçă вĕсене ертнĕ те, вăрмана илсе тухса кайнă (повел их). N. Вăл хăйпе пĕрле арăмне тата хăй хурăнташне ертрĕ те, кĕреçесем илсе, çарана кайрĕ. Сёт-к. Самай кĕтӳвĕ (= кĕтĕвĕ) тохса кайнă чохне, хамăр ĕнесене пырса ертсе ятăм (пустил в стадо). Орау. Пĕре мулча (мул'џ̌а) кĕрсе ертсе килнĕ-ччĕ (притащил), унтанпа пыйтă тавраш курман. Сиктер. Лаша хыççăн (за лошадью) тиха ертме парăсăн-ччĕ. (Моленье). Альш. Пĕр вырăспа ертсе ярать вĕсене. Сир. 169. Хăй вĕсене мачча çине ертсе улăхнă (проводила их на чердак). || Заставить бегать за собою (о животных и человеке). N. Вăкăр ĕне хыççăн чупать, пашпăртне валать (odoratur pudenda); пирĕн ĕне вăкăр ертнĕ (хăй хыççăн чуптарать). Орау. Пирĕн ĕне ертет нихак-ха, слав пух. IЬ. Ĕне ертни (со времени случки) пĕр-ик ĕрне пур нихак ĕнтĕ. Якейк. Çак хăтайăн хĕрĕ пор, ялта ертмен ача çок (в непристойном см.). Кан. 1927, № 234. Ĕне пĕтĕ е хĕсĕррине вăкăр ертни виçĕ эрне иртсен тин пĕлме пулать. IЬ. Вăкăр ертичченхин пек мар, лăпкă çӳреме пуçлать.

йывăр

(jывы̆р ), тяжело; тяжелый. См. йăвăр. О земледел. Кирлĕ мар çĕре йывăр сӳрене яма юрамасть. Пользоваться тяжелой бороной без нужды нельзя. Альш. † Манран юлнă арăма, ĕçе йывăр ан хушăр. (Когда я уйду в солдаты, не заставляйте мою жену делать тяжелую работу. Изамб. Т. Йывăр тăпрăр (ваша земля) çăмăл пултăр! (Обращ. к умершим, на поминках). Тяжесть; тягость. Хыпар № 43, 1906. Вĕсем урам тăрăх аллă-утмăл утăма утма та пит йывăра хураççĕ (считают за труд). Ib. № 11. Çулта-лăкра ĕçнине шута (хисепе) хурсан, лăнках (порядочно) пухăнать; çук çынсене, чухăнсене йывăра килет (приходится тяжело). Сред. Юм. Пит йывăр çĕклесен, çынна йывăр лекет (он надрывается). Толст. 4. Эпир ахалех ытлашши йывăра сĕтĕрсе çӳретпĕр. || Трудный. Самар. Кучченеç хутаççине пит йывăр тĕвĕ çыхаççĕ, ăна хĕрĕн инкĕшĕнчен салттараççĕ. Ст. Чек. Йывăр çавăрса каланине ăнласа илет. Понимает трудные выражения ( мысли). || Груз. Альш. Халиччен йăтайман арчасене, йывăрсене урапа çине тиени сисĕнмерĕ. Н. Шинкусы. Çавăн пек мала тухакан (быстрых, обго-няющих во время скачки в аслă ӳчӳк) лашасене хăшĕ-хăшĕ, çавăн пек çĕре çӳрешшĕн анчах, йывăра кӳлмесĕр, çитерсе усраççĕ. || Горе, беда. Истор. 152. Хамăр пуçа йывăр килсен те, парăнатпăр ĕнтĕ. С трудом. Ст. Чек. Йывăр сывлать, тяжело дышит. || Беременность. Ст. Шаймурз. Иван арăмĕ йывăра юлать (= çине юлнă). Жена Ивана беременеет. || Обидный, обидно. Букв. 11. Йывăр ан кала. Не говори чего-либо обидного. || Гибельный, опасный, опасно. N. Йывăр пăрăнтан, йывăр çумрăнтан сыхласа тăр, ӳч-ӳк, çырлах. Сред. Юм. Йывăр çилтен, йывăр хĕвелтен тор сиртĕр. (Говорят во время молитвы. Богдашк. Пĕчĕкçĕ ача тăм çисен, йывăр (тягота) пулать, теççĕ. || Медленно. Календ. 1906. Малтан пит йывăр ӳсет (бамбук). || Тяжелый (о болезни). N. Йывăр суранлă, тяжело раненый. (Солд. письмо). || Тяжело (заболеть). Сборн. по мед. Хăш чухне çав вăхăтрах куçĕ те пит йывăр пăсăлать. Ib. Йывăр çуратмалла пулсан (при трудных родах) пулăшмашкăн доктор та пур, кирлĕ им-çамсем те алă айĕнчех. Чăв. й. пур. 35. Хай Куçманăн арăмĕ йывăртан йывăрланнă та, пĕр эрнерен вилнĕ-кайнă. || Преступный, преступление. Ала 16. Мĕн йывăр ĕç турĕ ку çын, çын вĕлерчи-мĕн вăл, е тата урăх вăрă-хурахра çӳрери-мĕн? Какое преступление совершил этот человек: убил ли, или совершил какую-либо кражу? Хыпар № 43, 1906. Ĕçлемесĕр пурăнса, вĕсем усалланса, асса каяççĕ, пĕтĕм вăйне ĕçсе, йывăр тусах пĕтереççĕ.

йинке

то же, что инке. Альш. Йинке — тете арăмĕ, аттепе пĕр тăванăн арăмĕ, ытти пур хамăр ратнери манран аслисем; кукка арăмĕ. Аттепе пĕр тăванăн арăмне, асаттепе пĕр тăванăн арăмне, ассаннепе пĕр тăванăн арăмне, кукаçейпе е кукамайпа пĕр тăванăн арăмне те аслă йинке е пысăк йинке, теççĕ. IЬ. Йинке — пăяхам арăмĕ. Сред. Юм. Йинке — жена старшего брата мужа. Чăв. й. пур. 29. Çав Павăлăн хăнчен пĕр йинкĕш юлнă, вăл, тет, ăслă карчăк пулнă. К.-Кушки. Йинке тесе, упăшкинчен аслă, упăшкипе пĕр тăванăн арăмне калаççĕ. (Жена брата мужа, который старше мужа). IЬ. Йинке тесе, амăшпе пĕр тăванăн арăмне (куккăшин арăмне) калаççĕ, куккăш хăйĕнчен аслă пулсан. IЬ. Йинке тесе, кукашшĕпе пĕр тăванăн арăмне калаççĕ (жена брата дедушки по матери). IЬ. Йинке тесе, аслашшĕпе пĕр тăванăн арăмне калаççĕ (жена брата дедушки по отце). IЬ. Йинке тесе, упăшкипе пĕр тăванăн арăмне, вăл (арăмĕ) хăйĕнчен кĕçĕн пулсан та, калаççĕ, анчах упăшки тăванĕ хăйĕнчен аслă пулмалла (жена брата мужа, если даже она и моложе говорящей, но если брат мужа старше мужа). Юрк. † Эпир туя каймасан, йинке илсе килмесен, курмассерен куçран сур, пĕр иккĕ-виççĕ кутран тап. К.-Кушки. Йинке тесе, хăйĕнчен аслă, хăйпе пĕр тăванăн арăмне калаççĕ (жена брата, который старше говорящего). Йинке тесе, ашшĕпе пĕр тăван тетĕшĕн арăмне калаççĕ (жена старшего брата отца). . Йинке тесе, амăшпе пĕр тăванăн ачин арăмне, вăл ачи хăйĕнчен аслă пулсан калаççĕ (жена двоюродного брата по матери, который старше говорящего). . Йинке тесе, ашшĕпе пĕр тăванăн ачин арăмне, вăл ачи хăйĕнчен аслă пулсан, калаççĕ (жена двоюродного брата по отце, который старше говорящего). IЬ. Йинке тесе, кӳрши е хирĕççин арăмне калаççĕ, вăл хăйĕнчен аслăрах пулсан (жена соседа или живущего напротив по другому порядку той же улицы, если та старше говорящего) IЬ. Йинке тесе, ялти хĕр-арăма (кирек кама та) унпа калаçна чухне, ăна сума-суса калаççĕ (хĕр-арăмĕ аслăрах пулсан). Назв. всякой женщины в селе, из уважения, если она старше (обращающегося к ней). . Йинке, тесе кирек хăш хĕр-арăма та, кирек ăçта пулсан та, унтан мĕн-те-пулсан ытмалла пулсан, калаççĕ; вăл хĕр-арăм хăйĕнчен аслăрах пулсан (обращаются ко всякой женщине, где бы то ни было, если она кажется старше обращающегося). || Молодая женщина (как по-русски тетка, тетенька). Юрк. † Чипер йинкесем хыççăн çӳре-çӳре (ухаживая) пĕр кĕсье сарă ылттăна пĕтертĕм.

юмăç

юмăçă, у И. Н. Юркина всегда юмăçĕ, знахарь, ворожея. М. П. Петр. Чăваш. й. пур. 36°. Вăл юмăç ялан укçа çинче пăхнă иккен. N. Христос турра мухтас вырăнне, çавă шуйттан тарçине, юмăçа, мухтаса тăраççĕ, акă мĕн калаç: эсĕ пушали кĕнеке вула, а пиршĕн пулсан, юмăç турăпа пĕрех, юмăç вăл çурă турăпа пĕрех, теççĕ. Бюртли-Шигали. Манăн атте хамăн юмăç-чĕ. Чăваш çемйинче кăшĕ-те-пулсан чирлет те, каять вара юмăçа. Макка 207. Юмăç, пĕр каласан, нимĕн те тăва пĕлмест. Вăл çынсене çапла улталат: йĕп çине çăкăр тирет те, суллантарма тытăнат; суллантарат вăл икĕ çăкăр татăкĕ хушшинче, или просто укçа çине пăхат. Хальхи юмăçсем аплах хăтланмаççĕ, ĕлĕк миçе пус панă, çавăн чухлĕ сăмах анчах каланă. Сюгал-Яуш. Юмăçĕ вăл киреметĕнчен пăртак лайăхрах пĕлет пулмала. Вăл киреметĕн шăльнĕ пулнă, тет. Вăл ăстан суйине тупса çитерет-ши? Нумайăшне киреметсенчен ытларах юмăçи улталать, курнать. Ну хутте хай юмăçи те çынсене улталанă, тет. Ну çынсем те хăйне нумай улталаççĕ, курнать. Виçĕ пус парса та улталаççĕ, курнать, пилĕк пуспа та; вунă пусне парсан, тата пушчех суйма тапратать, курнать. Вара кайран тата килме каласа ярать, тет. Халь ывăнса çитрĕм, тет. Тепĕр виççĕ (sic!) кунтан пурне те каласа ярăп, тет; суй (sic!) суйса ярать, тет. Вăл ырă этемех-ши? Вăл этемренех çуралнă-ши? Ун патне ырă шутлă çынах ан кайтăр, тесе, калать, тет, пĕр çын. N. Ху юмăçна ху палăртатăн. Сам показываешь, что ты гадатель. Ст. Чек. Укçине чĕрки çине (хурса?), çăккăр татăкне йĕппе чикеççĕ. Йĕппин куçне çиппе витĕреççĕ, вара сулланасса кĕтеççĕ. Çак япаларан мар-и ку чир? тет. Суллансан: çак япаларан; ав уçăлса каят, тет; сулланмасан: ак çак (урăх япала калаççĕ) япаларан мар-и? тет. СЧЧ. Çавăн чухне хамăр ялта пĕр суккăр хĕр юмăç пур-ччĕ. Ун патне (к ней) юмăçа (для ворожбы) çĕршер çухрăмран пар лашасемпе пыраççĕ. Б. 13. Вăтанман юмăç пулнă, тет, ӳркенмен ăста пулнă, тет. НТЧ. Çав ялта, укçа çĕне (= çине) пăхса, мĕн пулнине, малалла мĕн пулассине пурне те тĕрĕс каласа кăтартакан арçын юмăç пур, теççĕ. Чуратч. Кил-ăш-чиккинче кирек кам сымар пулсан, час-часах юмăç патне чупса каяççĕ. Юмăç патне пырсан: ман килте çапла ача çывмар пулчĕ-ĕçке, тесе, каласа кăтартаççĕ. Вара юмăç, пĕр çип вĕçне çăккăр хытти çыхса, суллантарма тытăнать. Суллантарсан-суллантарсан, калать: сан ачу йĕрĕхрен, сана вăл пĕр така тумасăр та каçарас çук, тет. Альш. Юмăçă; один из приемов: алă тымăрне пăхать, кăвапине пускалать. Ч. С. Чӳк пуçлас, тесе, юмăç карчĕкне чĕнсе килчĕçĕ. Ib. Атте вара пиччене юмăçа чӳклеме кайса илтерчĕ. Могонин. Юмăç тесе, ăста пĕлекен çынна калаççĕ. || Знахарство, гаданье. Альш. Юмăçă укçипе (деньгами, полученными за гаданье) пуяймăн. БАБ. Вăл кун (?) çĕнчен мана пĕр пирĕн кӳршĕри юмăçа пăрахнă (бросившая ворожбу) карчăк каласа кăтартрĕ. Болезни. Паян ĕç тытас çук-ха; çав ача кĕнеке тăрăх юмăç пăхма пĕлет, тĕт-ха, кайса пăхтарас. БАБ. Эпĕ ĕлĕк, хĕр чухне, пĕр юмăçран юмăçа вĕренни çинчен (об учении колдовству) илтнĕ-ччĕ. Ст. Яха-к. Епле (какой) чӳк тумаллине эпĕ ăна халех юмăç çинче пăхса пĕлĕп (узнаю из гадания), терĕ, || Кан. 1927. № 237. Матка йăпăр-япăр Шĕнере, юмăçа тухса чупрĕ. Якейк. Опăшкине йомăçа янă. || Сред. Юм. Солланкаласа тăракан çынна, выльăха та: йȏмăç пăхать, теççĕ (говорят о сонном, пьяном человеке или о плохой скотине). || Йомăç, прибор для гадания. || Йомăç, отвес (у плотников). Шарбаш.

юмăç-карчăк

юмăç карчăкĕ, (-ы̆к), старуха йомзя. КС. Юмăç карчăк (вин. п. юмăç карчăка). М. Васильев. Мулларан урăх (кроме жрецов) кĕлĕ йĕркисене пĕлекен юмăç карчăксем пулнă. Вĕсем, çын чирлесен, чӳксем тунă, арçӳрисене çăкăр тураса пăрахнă, тухса, киреметсене, йăрăхсене сулнă. Вĕсем уншĕн укçа е пĕр-пĕр япала илнĕ. Ч.С. Юмăç карчăк юмăç пăхрĕ, тет те: акă кăна хума юрать, ку ята хурсан, сирĕн ачăр телейлĕ пулмалла, тенĕ. IЬ. Хай анне Натаси(?) ятлă юмăç карчăк патне кайрĕ. Анчах Натаси карчăк йӳмăçне пăхса яман, мĕншĕн тесен ун чухне чăхăсем кашта çине ларнă. Орау. Юмăç карчăк пек хампа хам калаçап. Разговариваю сам с собою, точно ёмзя. Собр. 233. Пĕр-пĕр çын халсăр выртсассăн, часрах е арăмĕ, е амăшĕ, е аппăшĕ юмăç карчăкĕ патне чупса каять. Вăл пырсассăн, вара юмăç карчăкĕ, хăйĕн пĕр тӳмме пек юмăç пăхмаллине енчĕкĕнчен туртса кăларать те, тути патне еççе, тута тавра çавăркаласа, çав киремет тытман-и? ку киремет тытман-и? тесе, тӳммине ярать те, çиппе сулкалама тытăнать. Тӳмми сулкалансан: çав киремет тытнă, теççĕ; тӳмми сулкаланмасан, урăх киремет тытнă, теççĕ. Вара тата пăхма тытăнаççĕ. Çапла вара юмăç пăхтарма пыракана суйса яраççĕ. Юмăç пăхтарса килсессĕн, киремете пăтăпа, юсманна чӳклеççĕ. Шăмат-кун пасара пĕр-икĕ пăт ыраш е сĕлĕ нухрат илме парса яраççĕ. Килте вăл вăхăтра тайăн сăра тăваççĕ. Тайăн сăра тусассăн, пасартан нухрат исе килеççĕ те, пăтăпала, юсманпала киремете чӳклеççĕ; чӳкленĕ чухне юсманне пĕртак (с «ĕ») чĕпĕтсе илеççĕ те, нухратпа пĕрле уя, ăçта киремет пур, çав вырăна пăрахаççĕ. Вырсарни-кун çитсессĕн, ир ирех, киремет сăрине, ĕстел çине çăкăр хурса, чӳклеççĕ те, пĕрне часавай патне, турра çурта лартма яраççĕ. Часавай патне çитсе, кулач исе, чӳклесен, пĕр татăк киремете: çытăр, тесе, пăрахаççĕ. Çав пăрахнă кулача пĕр-пĕр ула-курак е çăхан çысассăн: киремет çиленет, теççĕ. Кайран тата халсăр выртсассăн, тата турлетеççĕ. Ч.С. Çапла чирлесессĕн, анне ун патне ăна пăхтарма пĕр юмăç карчăкне илсе килчĕ. Изванк. Пĕр юмăç карчăкĕ ват чăха мăйĕнчен тытса: эсĕ урăх чун ан шыра, мĕн панине ил; эпир сана асăнăпăр, эсĕ пире ан асăн; мĕн тăвас, ним тума та çук; сана эпир ирĕксĕр вĕлермен, турă çапла тунă, эпир хамăр та ĕмĕрех пурнас çук, вилмелле, тесе, чăха пуса пăрахса, утса ячĕ (Поминки).

юрлан

пачкаться снегом. N. Хамăр пĕтĕмпе юрланса, йĕпенсе пĕтеттĕмĕр.

Лашман

имя мужч. СТИК. || Фамильное прозвище. Кич-к. (Цив.) || Назв. д. Лашманкиной, б. Бугульм. у. Бугульм. † Ай-хай-ах та милай хамăр савни, хăш ял урамĕнче çӳрет-ши? Турри кăна çыхни, çӳçсем çыхни Лашман урамĕнче çӳрет пуль.

лупас

лопас (лубас, лобас), сарай, поветь. Синьял. Хĕлле тутă, çула выçă. (Лопас). Б. Олг. Шашкар ворринче лопас полнă йӳççене (= йывăçсене) копаламалли (у лашманов). Хорачка. Лопас („нечто вроде лаç“). Тогаево. Вара вăрмана хамăр лопаса карăмăр. Сĕт-к. Лопас хыçĕнче (за сараем) кӳпĕннĕ сорăх выртать. (Кĕрт). Изамб. Т. Кĕлетрен шала (дальше во двор) лупас тăваççĕ. Çутт. 31. Чăн малтан лупас çийĕ пек (как солома на сарае) çӳрекен çӳçне кастарчĕ. || Мякинница (= арлаççи). ЩС. Лупас, мякинница. N. Анкарти лопасси (лобаσσиы), мякинница. Собр. Хĕлле тутă, çула выçă. (Анкарти лупасси). КС. Арпа лупасси, мякинница (у него же, иначе, — анкарти-лупасси).

лăрка

(лы̆рга), ворчать, болтать вздор. В. Олг. , КС. Тюрл. Лăркаса ларатăн (или: вăрçса ларатăн, болтаешь). Хурамал. Эпĕ хамăр кӳрше карăм та, вĕсен йытти лăркаса вĕретчĕ (= чарăна-чарăна вĕрет = хуллен кăна ăнтăрашса выртатьчĕ). Изамб. Т. Мĕн лăркатăн! Что болтаешь. Ст. Чек. Çӳрет лăркаса (= вăрçса). Сред. Юм. Мĕн лăркаса çӳрен эс ман çинчен? Что ты городишь про меня какую небылицу? Икково. Пĕр май лăркаса çӳрет пĕр май такампа ятлаçса çӳрет. Без видимой причины, всё время кого-то ругает, обвиняет. Ib. Ан лăрка! пустой ан калаç! (гов. старухе). N. Кӳнепе ун лăрканине итлесе лар.

лĕк

сокращать. Что сокращ, жизнь. Анчах эпир хамăр ирĕккĕн çав ахаль те кĕске пурăнăçа тата ытларах лĕкетпĕр (надо; кĕскететпĕр?).

май

сторона. N. Пĕр май (= майĕ) хир, пĕр май (= майĕ) вăрман (вăлă кĕрĕк). N. Ашăн (мясо) тепĕр майĕ шыв çине пулать. N. Патака (палку) тытатăп та, тепĕр май çавăрса хуратăп (кладу другою стороною). Альш. Вăл куçсенĕн („куç“ здесь — один из прямоугольников, на которые разбито поле) пĕр майĕ 160 хăлаç, тепĕр майĕ 150 хăлаç, теççĕ. Рукоп. календ. 1908. Пĕр майĕ типсен... Когда высохнет одна сторона... Альш. Урамĕсен майĕсем, сарлакăшĕ, тăрăшĕ. N. Кашни йывăçа лартнă чухне ăна малтан пăхатăн: хăш майĕ унăн кăнтăр енче пулнă, хăш майĕ çурçĕр енче. Вара лартнă чухне те кăнтăр енче ларнă майне кăнтăр енне тăватăн, çурçĕр енче ларнă майне-çурçĕр енне. Т. II. Загадки. Пĕр май пăхсан курăнать, тепĕр май пăхсан курăнмасть. (Чĕрне). Ивановка. Пĕр майĕнчен (с одной стороны) — аттесем пĕлмен пирки, тепĕр енчен — хам йĕркине пĕлменнипе. || Направление, сторона. Альш. † Эпирех каятпăр киле май (по направлению к дому), пирĕн кӳлнĕ утсем çиле май. Ib. † Хура шывсем юхат аната май, сарă хăмăш тайăлат шывалла май. Толст. Пĕр чĕнмесĕр килелле май ута пачĕ, тет. Букв. 1908. Чан сасси илтĕннĕ май кайнă та, килне тупнă. N. Унтан вара лашипе таврăннă (с кладбища) маях (т. е. во. время возвращения на лошади) — пĕр ачана ял тавра кăшкăрса çӳреме яраççĕ. (Похороны). Чув. пр. о пог. 134. Çавра çил хĕвеле май çавăрăнать. Вихрь всегда вращается по солнцу. К.-Кушки. Пĕр май туртсан, çурăлмас; тепĕр май туртсан, çурăлат (сукно). N. Капла май, в этом направлении, в эту сторону. Юрк. Виç хут хĕвел майĕ çаврăнаççĕ. Они объезжают трижды пôсолонь. Янтик. Хăш май кайсан, лайăхрах пулĕ-ши пире. Айта кайăпăр шыва май. ЧП. Вуник хурама пĕр кăкран, кашни турачĕ çил майне (çил майлă, çил енне). Хĕн-хур. Кайма Ануша çиле май пулнă, çавăнпа вăл хытă утнă. Менча Ч. Унпа пĕрле пӳртри çынсем пурте, ура çине тăрса, пĕр чĕнмесĕр кĕлтăвакан май пăхса, чӳклекен сăмахсене итлесе тăраççĕ. Толст. Пĕр чĕнмесĕр килелле май ута пачĕ, тет. Шел. 61. Çуркуннехи ăш хĕвел сиксе тухрĕ хĕрелсе, ялтартатса, ялкăшса, çӳлелле май çĕкленсе. О сохр. здор. 99. Çулла çав шăтăка маях уçă тытас пулать. ЧС. Яла çитрĕмĕр тепĕр çын хапхи умĕнче ача кӳми ларат, кӳми çине тĕкĕ майĕпе (шерсть вверх) кĕрĕк витсе хӳнă. || По пути. N. Мана май каякансем те пурччĕ. Мана май килекенсем те пурччĕ. N. Пасара кайнă майпа çавăн патне кĕрсе тухас халь! По пути на базар надо зайти к нему! N. Çул çӳренĕ майпа кĕркелесе тухкала! Заезжай по пути! || В перен. см. (сторона). Арç. Çылăх майне каякан. N. Каллех укçа ыйтаççĕ. Ку каллех нимĕн май калама та пултараймаст. Конст. чăв. Ĕнтĕ çутăлас майне кайнăччĕ пулĕ. Вероятно, уже приближался рассвет (дело шло к рассвету). Макс. Чăв. к. I, 54. Микула çитет — вăйя май, Хăят çитет — ĕçе май. Приходит Никола — дело идет к хороводам; подходит ярмарка в Кияти — дело идет к страде. Полтава 9. Çамрăк чĕрен шухăшĕ куллен-кунах урăх май (иная). Сам. 3. Тĕрлĕ халăхсен пурнăçне сăнанă май, вăл салтаксемпе рабочисен сăйне (слой), тата ыттине тепĕлет. Юрк. † Хир-хир урлă кайса, тус пултăм, хамăра килме-кайма майĕшĕн (чтобы было к кому ходить в гости, чтобы было кого навещать). || По. N. Шыва май яр. Пусти по течению. Кĕвĕсем. Çирĕк çӳлçи çиле май, вĕрене çӳлçи хăйне май. Ăсатассăр пулсан, кил ăсатăр: пирĕн кӳлнĕ утсем киле май. N. † Сикрĕм-лартăм кимĕ çине, юхрăм-кайрăм шыва май. (Хĕр йĕри). Вопр. Смоленск. Пысăк шăва май пĕлĕтсем юха пуçласан, çăмăр çăват. Если облака идут по течению большой реки, то будет дождь N. Çырма тулли шыв юхать, шывĕ майпе чул çавăрнат. ТММ. Лаши май пуши. По лошади и кнут. N. Лаши май нушши (= пуши), çӳпçи май хупăлчи. (Послов.). || Вследствие. Толст. Хăйĕн салтакĕсене уйăрăлса каяс майпа (на расставаньи) тăватă витре эрех лартнă та, кайма хатĕрленнĕ. Ib. Урапи (колесо) çаврăннă майпа пуканисем (приделанные к валу колеса) сиксе тăнă. || Повод, причина, случай. ЧС. Курма пыма май пултăр, тесе... Чтобы был повод притти повидать. N. Ман çырăва çĕмĕрнĕ майпа ятне çырман пулĕ. Не написал имени, потому что вскрыл мое письмо. Б. Яныши. Эпир ĕшлепке тунă майпа сисмен те, çакут шыв хĕрине пынă та, ĕçме тапратнă. Якейк. Вăл вăсене тавăрмашкăн тахçанах май шыратьчĕ, паян тин топпĕр (тупрĕ). Он давно искал повода досадить им, наконец теперь нашёл. ЧП. Хĕрсем кайса пĕтсессĕн, пире выляма май ӳкнĕ (выпал случай поиграть) Кан. Югослави правителстви хăйне хирĕç тăракан хорват халăхне пусарса лартас майпа (чтобы...) Хорватири пуçлăхсене улăштарма тытăннă. КАЯ. Пĕр пĕр кĕсене (= кусене, этих) улталамалла май çук-ши тесе, шухăшла пуçларăм. || Способ. Шурăм-п. Çимен „физика“ пĕлмест пулсан (та), Мариье сахалрах тивмеле май тупрĕ. Б. Хирлепы. † Апай пачĕ уй хĕрне (на край степи): шăнса вилтĕр, терĕ пулĕ, хамăр та майне пĕлетпĕр. Абыз. Епле майпа вĕлерес (его) теçе, вăхăт шыранă. ЧС. Çынсем хай луçа (= пăшие) çырмаран ниепле майпа çавăтса хăпартаймарĕç. БАБ. Çав киреметсене пуç-çапма пĕтĕмпех ак епле майпа пăрахнă. Якейк. Эпĕр майне пĕлетпĕр, шăва кайса вилес çок. Найдем способ не утонуть. N. Вĕсене хăтарма пĕр май анчах. Ст. Чек. Урăхла вĕлле тума май тупнă. N. Пурте пĕрле канашласа, терлĕ майран шухăшласа, чухласа, халăха мĕн кирлине туса татаççĕ. Ау 383°. Май пĕлекен çу çинĕ, тет. (Послов.). Тюрл. Порăнăç тытмашкăн май пĕлет. О сохр. здор. Анчах унтан епле хăтăлмалли майне пĕлеймест. Ib. Çын ăшне вĕсем (глисты) тĕрлĕ майпа лекеççĕ (попадают). N. Ку упа пĕренене темиçе май та тĕрткелесе пăхрĕ, тет, анчах пĕрени кăна шав (всё) тавăрмасăр хăвармарĕ, тет. || Сноровка. Альш. Кĕрешме май кирлĕ. Для борьбы надо иметь сноровку. Ib. † Хурчăка тĕк маттур ачасем хăйне май хăй шырат-çке. ПВЧ. Хăйсем майне пĕлмеççĕ те, хăйсем сĕнме пĕлмеççĕ (не знают порядков, не умеют подносить). || Возможность. Ст. Чек. Май пусан, тутарла вĕренĕттĕм те, май çук. N. Май пур-и? Есть ли возможность. N. Манăн тарса хăтăлма май пĕтрĕ. Бес. чув. Унăн салтакран юлма майĕ пулман. Якейк. † Тĕпĕр-тĕпĕр туй килет, пӳртекинче май килет. (Ахăрни çинчен). Сĕт-к. Апла калама май килет. Так можно выразиться. || Из-за. Кан. Утă çулас вăхăтра час-часах çăмăрсем пулкаланă май кăçал Турхан çыннисем çарансене хăвăртрах пуçтараймарĕç. || По шерсти (иносказат.). N. Май юрать, хирĕç юрамасть N. „Счет степеней у некрещеных чуваш такой же, как и у нас. В кровном родстве брак дозволяется только в 7-ой степени. Но в других видах родства, брак позволяется и в близких степенях. Так можно женитьься на свояченице, на племяннице своей жены, на жене умершего брата. Как говорят они: „Май юрать, хирĕç юрамасть“. Сред. Юм. Май-тăк май, май мар-тăк марш! (Если ему в должности живется хорошо, то он будет тут жить, а если плохо — уйдёт). К. Кушки. † Манăн вăта пӳрнери кĕмĕл çĕрĕ ялан купăс кĕвви май çаврăнат. || Лад. Лашм. † Хамăра маях çавăртăмăр (невесту). N. Пирĕн пурсăмăрăн та çавă ултавçă юмăç патне каяс пулмаç, вăл тем те хушать; юмăç вăл шуйттанпа пĕр май (заодно с чортом). Баран. 73. Ĕç май пулмасан (если дело не шло на лад), вĕсемпе пĕрле хуйхăрма хатĕр тăнă. N. Тусне те хăй майне çавăрса (на свой лад), хăй пек ырă тăвать. Альш. Вăл хăй ăшĕнче шухăшлат: епле хăй майне патшана çавăрас, тесе шухăшлат (сказки). Скф. 25. Ку çын сире, улталаса, хăй майне çавăрать. N. Сан майăпа мана аван пултăр. || Порядок. N. Тахăçанах: хамшăн ĕçлесе, хам кил-çурта çĕнĕ майпа ярасчĕ-ха, тесе тăраканскер, вăл çавантах ĕçе пикенчĕ. N. Май еннелле кайсан. || Толк. Пшкрш. Онта кайса килтĕм те, майă (= майĕ) çок (нет толку), тет Ib. Онта кайса килтĕм те, майă çок (толку нет), тет. Чăв. й. пур. 5. Нимĕн майĕ те çук ĕнтĕ. Никуда не годится, из рук вон. || Природа. N. Хăйсем майĕпе (по природе их) вĕсене вăй хăват панă (дал). || Уклад, ratio. N. Вĕрентес тĕлĕшре, пурăнăç майĕнче (в жизни), хушса калаç тĕлĕшре, ĕненнĕ, юратнă, чăтнă, çилле пăрахнă çĕрте эсĕ ман хыççăн кайрăн. || Подобие, образ, форма. Юрк. † Илтĕм аллăма купăс, купăс майĕ пĕтнĕ мĕн. N. Куллен тăхăнакан тумтирри унăн тумтир майĕ те пулман. Кан. Тултан та, шалтан та савăт майĕ çукчĕ. Ст. Шаймурз. † Пĕвĕ-çийĕ майĕ çук: вилнĕ лаша шăмми пек. Сред. Юм. Пăртак туйя майĕ пôр (говорит молодец, пробуя палку: „ничего, палка похожа на палку“, т. е. недурная, не плохая). || Вверх лицом, верхушкой вверх. К.-Кушки. Эп çĕлĕке пăрахрăм та, вăл май ӳкрĕ. Я бросил шапку, и она упала верхушкой вверх.

май кил

удаваться; годиться. Кан. Капла ĕçлемесĕр тăни май килмест. Так бездельничать не годится. Сĕт-к. Апла май килет. Так можно. Урож. год. Хайхи ĕçкĕ май килчĕ: эрехпе пĕр çын вилчĕ. Б. Олг. Карăм хамăр Чикмее (в Козмодемьянск), çĕр хĕрĕхе партăм пăтне, мана луччĕ май килчĕ, конта вырăн окçи (деньги за место) илмеçчĕ, привос окçи çок. Бес. чув. Унта вăл атă çĕлеме вĕреннĕ, анчах кайран ку ĕçе ĕçлеме унăн майĕ килмен. Коракыш. Ман, кунтан тармасан, май килес çук,—тарас (надо бежать). О сохр. здор. Унсăр пуçне (без крахмала) пирĕн пурăнма та май килмест. N. Май кил, случаться, приходиться. Букв. 1904. Утрăм-утрăм, вăрман хĕрне (= хĕррипе) çитеймерĕм, йăлтах ывăнтăм. Ывăннă пулсан та, ларса (сидеть) май килмест (не годится), майпе те пулин утатăп.

майлă

похожий, подобный; похоже, подобно. N. Çавăн майлă, подобный этому. N. Санăн калаçни те (наречие) çавсен майлă. Пшкрт. Майлă çын = йосо çын. Виçĕ пус. 6. Çĕртен çапла пĕр тĕрлĕ япаласем илсе тăнăран, вĕсен çимĕçĕсем те пĕр майлăрахах пулаççĕ. Альш. Мĕнле майлă-ши кусенĕн урамĕсем? Сред. Юм. Çавăн майлăрахах. Подобный ему. Регули 641. Чăваш майлă (чăвашла майлă) томтир пор. Ib. 1263. Çармăс майлă томланчĕ. СКАЗЗ 55. Ыттисене вĕлернĕ майлах кăна-та... хĕçпе, çывăрнă чух, пĕрре çапса вĕлерет. || Красиво. Образцы. Улача кĕпенĕн умĕ ука: умĕсенчен пăхсассăн, майлă-çке. Кан. Çуртсене кунта майлă лартаççĕ. ЧП. Вырăси выртсах кулайрат, майри майлă кулайрат. || Удобный, годный; удобно, годно. Ст. Чек. Майлă; 1) удобно, 2) подобно; сысна майлă, как свинья. Ib. Майлă мар, неудобно. Сборн. по мед. Ача (при родах) майлă килсен, ăна илесси йывăр ĕç мар; анчах майсăр килсен, вара часрах доктор патне ярас пулать. N. Майлă лар (напр., о брошенном ковше: упасть отверстием вверх). || Сходно, выгодно, подходяще. Зап. ВНО. N. Хăйсене епле майлă (выгодно), çапла каласа ларнă (говорили). Юрк. Унта ман майлă хыпар калаçаççĕ. || По (иногда с дат. п.). ЧС. Сĕрен кашни ялта урăх майлăрах (несколько по-иному) тăваççĕ: хăш ялта ут яраççĕ, хăш ялта çуран çăмарта пухса çӳреççĕ. Изванк. Сана виçĕ лашапа, кӳмепе хĕвел майлă ăсатса яратпăр. (Изгнание мора). Ходар. Пăтă чӳкленĕ чух тытса тăнă куркисене (ковши, которые держали во время моленья кашей) чĕрес çине тытса, хĕвеле майлă (посолонь) виççĕ çавăрат... (чӳклеме). ТХКА 110. Эс калашле, анаталла, хĕвеле хирĕçле майлă утар (пойдĕм) эппин. Регули 1261. Çолсăр çĕрĕн çол майлă каять. N. † Окошка умĕнчи кăвак çеçки пӳрте майлă выртмаççĕ, йăлт хирĕçле выртаççĕ. N. Вара ура сырнă майлă кантăрисене çыхаççĕ (покойнику). N. Ик майлă çул. Якейк. Воник чăрăш пĕр котран, тораттисам пĕр майлă (в одну сторону). Абыз. † Вуник çăка пĕр кутра (так!), турачĕсемĕр хăй майлă, çулчисемĕр çил майлă, хальхи хĕрсем яшă майлă (похожи на парней). ЙФН. † Пирĕн лаши кил майлă, хӳри-çилхи çил майлă, эпĕр хамăр туй майлă. (Свад. п.). Толст. Пур япаланăн та пайĕсем (кристаллы) хăйне майлă (на свой особый лад) пулаççĕ. || За, согласно с... Юрк. Эсĕ те вĕсем майлă калаçатан. Регули 1262. Манăн майлă пол. N. Порте он майлах поплеççĕ. Кан. Хăйне майлă çавăрасшăн. N. Ялти ĕçлĕ çынсем ĕçе пуян майлă (в пользу богатых) анчах тунă. ЧС. Ертеллипе пĕр майлă пулаççĕ (сговариваются). N. Пĕр майлă пул, согласиться. N. Вĕсене ĕçлеме майлă пулнă. СТИК. Пире майлă мар кунта; атя часрах шăвар! Нам здесь не сдобровать; уйдем скорее тайком! Чăв. й. пур. 20° Патакăн вĕçĕ иккĕ, хашĕ вăйлă, ун майлă пулать. V. S. Унăн майлă, его сторонник. || Около, приблизительно. N. Ултçĕр пăт майлă тырă.

малла

то же, что малалла. Сам. 30. Малла утнăçем ун чĕри савăнать. Ивановка. Эпĕ хамăр шкултан вĕренсе тухсан, тата малла каяшшĕнчĕ; çавăнпа, тепĕр хĕл çитсен, эпĕ, хамăртан çирĕм пилĕк çухрăм кайса, земский шкулран вĕренсе тухрăм.

манăçлă

забвенный; забывчивый. N. Манăçлă çĕрте санăн тӳрĕлĕхне пĕлейĕç-и? СТИК. Манăçлă çын, забывчивый человек. Сред. Юм. О пилĕк пуса (5 коп.) эс халех пар, ôн пикки манăçлă пôлать (такая малость забывается). Етрух. Вара çав пушатнă хутаçа каллех хăйсен кил хуçи кучченеçне чиксе хатĕрлесе хурать, мĕншĕн тесен: хамăр ĕçсе ӳсĕрлеччен манăçлă ан пултăр хăнасем киле кайнă чухне, теççĕ.

манерлĕ

подобный. Янш.-Норв. Вăл вутăшсем хăйсем çын манерлех, теççĕ. N. Пĕр-пĕр иккĕшĕ те пĕр манерлĕ çын тупăнсан, вĕсем сивĕтнине пăхмаççĕ. Якейк. † Пирн варли поласси порте хамăр манерлĕ. || Удобный, ладный. N. Пĕр арăм король арăмĕ вырăнĕ çине: малашне пире те манерлĕрех ларма юрать, тесе, пырса ларчĕ, тет. || Приблизительно. Якейк. Ман килте виç эрне манерлех (почти) порнас полать-хе. Ib. Эпĕр паян пилĕк тенкĕ манерлĕ çăмартаран усă илтĕмĕр. Ib. Ик сахат манерлĕ кĕтсе лартăм. Я ждал часа два. Манерсĕр, весьма. Сред. Юм. Манерсĕр лайăх, очень хороший.

марлин

(-лин), то же, что „мар пулин“. Синьял. † Пукаш çырми çичĕ çырма; çиччĕ марлин, çитмĕл пулсан та, эпир каçса çӳрес çук. Хамăр ял ачи çичĕ ача; çиччĕ марлин, çитмĕл пулсан та, эпир кайса савнас çук. N. Паян марлин, ыран (не сегодня — завтра) тенĕ пек, унта каймалли çынсене суйлас пулать. Орау. Пĕри марлин пĕри пырăр хут. Хоть который-нибудь из вас, но приходите (пусть придёт хоть един из вас). Кипулăх. Отмăл çохрăмран каярах марлин.

марья

(мара), то же, что майра. Кр. Чет. † Пӳрчĕ ларать çор чӳркӳ, хĕрĕ ларать мара пак. Чураль-к. Пĕр марайăн çĕр хут сараппан. (Сохан). Сĕт-к. † Пирĕн тантăш тийăк пак; мара та сăнлă хамăр пор, тавай чопас (кататься) тавольнă. (Маслен. песня). || Дама в картах. Тиханьк.

матур

(мадур), молодец, молодчина. К. Кушки. † Урлă кĕлет умĕнче ут кустарчĕç матурсем. N. Хăшĕ çиеле тухакан вăйçи (отличившийся перед прочим, победитель) вара матура тухать (считается победителем). Альш. Вот матур! епле пĕлтĕн (узнал) эсĕ ху ачăна? тенĕ те, ачине пăрса янă (отдал). N. † Пире çиекен пире те курăймаççĕ, хамăр матур — нимĕн те тăваймаççĕ. N. † Çумри юлташ матур пулсан, мĕшĕн хăрас аслă ялти куштантан? Чăв.-к. † Ачисем те матур, çĕрле çӳрет; пуçĕ çине шанат, хĕр тупат: Кан. Ку, матур ачи те, çĕр çывăрма пĕлмест! || Красивый, пригожий. N. † Мĕшĕн каяс пасара, матур явлăк илмесен? || Шибач. Матор (мадор), сильный, здоровый (крепкая вещь). Сред. Юм. Матôр — пôлатна çынна калаççĕ. Бюрг. † Матурах çуралтăм эпĕ; мухтавлă ӳсрĕм. || Ловкий, solles. Фин. Пуринчен ытла финн халăхĕ тимĕрçĕ ĕçне ĕçлеме матур пулнă. || Хороший. N. Пирĕн ялти ĕçсем авă епле матур, йĕркесем епле аван. Чист. Матур лаша, хорошая лошадь. || „Мелкий торговец из русских, разъеажающий по деревням“. Микушк. † Хура сăран çинче матур манит (рубли) суйлат (разбирает, выбирает).

маттур

молодец. Н. Уз. Ылттăн сăпка, йĕс пĕкечĕ (-ζ’э̆), çавăнпа выртса ӳсет вăл, çавăнпа маттур пулат вăл. (Колыбельная п.). Кан. Маттур та çав эсĕ, Архип Никич! Образцы. Ăслă кирлĕ ĕçкĕ, ай, ĕçмешкĕн, маттур кирлĕ юрă, ай, юрлама. Альш. Кам маттурне еретсĕрне астуса (наблюдая, кто каков; говорится не только о красоте). КС. Маттур, молодец (но не означает красоты). Юрк. † Пулат иккен Питĕрпурăн маттурĕ — йĕнерлĕ ут çинчен анаймас; пулат иккен чăвашăн маттурĕ-çăварĕнчен сăмах кăлараймас. Альш. Ну, ку ача маттур (молодец)! Кан. Паян эпĕр савнатпăр маттур ĕрете тăнипе. || Тайба-Т. Маттур, красивый; здоровый; ловкий, ловкач; сильный. СПВВ. ИА. Маттур тесе, вăйлă, чĕрĕ çынна калаççĕ. Ядр. Маттур, бойкий, молодец. Ib. Питĕ маттур вăл. Ib. Питĕ маттур калаçать (= хорошо). Толст. Маттур йĕкĕт. Якейк. Маттор, славный, молодец. Ib. Ентри ачисем пит маттор; пăх-халĕ, ашшĕсĕр йолнăскерсем мĕн туса лартрĕç! Nп. Маттур-маттур ачасем удельныйĕнчен тухаймĕç. Альш. Маттур ачи атăлă, атти тĕпĕ çырулă, пуснă вырăнĕ тĕрĕлĕ. Кан. Враг. † Каччă маттур, юçне илмест чипер-чипер хĕр çинчен. Ст. Чек. † Маттур-маттур, хĕрсене ташлатаççĕ уллахра. [славных (красивых, хороших) девиц]. Пшкрт. Маттор лаша (красивая). А. Турх. Ăй, маттурăм (хороший мой)! Ăй маттурне! (Жалостливое обращ. к ребенку). Ib. Унăн хĕрĕ пит маттур (хороша всем). Юрк. Ил пит маттур чĕн чăпăрккă. Макс. Чăв. к. I, 52. Маттур ял çак Кушкă! Бес. чув. 14. Ку сăмаха вăл юри Керимулла çине пăхса каларĕ, мĕншĕн тесессĕн вăл Керимулла çавăн пек ĕçсем тăвас тĕлĕшĕнчен маттур пулнине пĕлсе тăнă. ТММ. Юлташ тени хăвăнтан маттур пултăр. (Послов.). Ст. Шаймурз. Çула тухсан, юлташ хăнтан маттур пултăр. (Послов.). Тим. † Хамăртан маттур пулсассăн, хамăр ума тăратăпăр; хамăртан начар пулсассăн, хамăр хыçа тăратăпăр (невесту). Юрк. Хĕр ĕçлеме маттур. Хăй паттăр, йăваш, сирĕн анĕртен йăваш. Питушк. Маттор порăнат. Живет справно. N. Маттур ĕçлеççĕ. ПВЧ. Савăр маттура, ан ярăр юта. (Припев).

матяк

(мадак), прозвище мужч. Икково. Ск. и пред. 12. Хамăр ялти Матяка куртăм эпĕ çавăнта.

Мелеке

назв. сел. (описка? См. мелекес.). N. Пирĕн яла икĕ тĕрлĕ калаççĕ: хамăр Майна тетпĕр (Майна, Ново-Маинской в. б. Ставр. у. Самар. г.), таврари çынсем Мелеке теççĕ. Вăл ак мĕшĕн: пирĕн ял вырăс ялĕпе пĕрле, хутăшпа пĕрех, а вĕсен ялĕ Çĕнĕ-Майна; çавăнпа эпир те вĕсен хыççăн Майна тетпĕр.

мехер

(мэhэр), если, если бы. СПВВ., Стюх. Сир. 236. Мехер эпĕ капла тусан, аттене намăс пулĕ. Толст. I, II, 72. Çавăн пекех эпир те: е хамăр, е сывлăш (çил) хускалмасан, сывлăш пуррипе çуккине сисместпĕр: Мехер чупма тытăнсанах, сывлăш пуррине сисетпĕр. N. Мехер татах кĕрес пулсан, чăлана хупса лартăп. N. Мехер ман çурта та тивнĕ пулсан — яла тăрăшшĕпех хăваласа тухаччĕ (пожар прошел бы всю деревню до конца). СПВВ. ФИ. Мехер тăкăн ярăн та, теççĕ ак, пĕр-пĕр ача чашкăпа япалана вылякала йăтса пырсассăн. Сборн. по мед. Укнĕ лашасен тирĕсене сĕвес тесе, патне те ан пырăр; мехер сӳсен, вăл чир сĕвекене хăйне те, сӳнĕ тиртен ыттисене те час ерет. Пазух. Урампала маюр, ай, иртет-çке, кĕленчерен унăн кӳмисем; мехер пăхсан, ĕçĕм, ай, юлать-çке; пăхмасассăн, чунăм чăтмасть-çке. СПВВ. Мехер те, в см. „если бы“? (Вопр. зн.-в оригинале).

милай

(милаj), милый. N. † Ай-хай-ах та милай, хамăр тăван, çĕр çын, ах, хушшăнчен курăнать.

мили

милый. Кильд † Ай мили хамăр ял, хĕр парас та, хĕр илес.

милуй

(милуj), милый. Султатул. † Ай-хай-ах та милуй та хамăр тăван, килет-ши вăл паян та, ай, килмест-ши?

миçе

(миз’э), сколько. Сред. Юм. Городище. Сан миçе акка? Сколько у тебя старших сестер? Трхбл. Миçе? — Миçене пĕрре çитмест. Бугульм. † Çӳлте-ях та миçе çăлтăр-ши, миçе пăхмассерен шумаст-ши. Ай-хай-ах та милай хамăр савни, миçе курмассерен йĕмест-ши? Изамб. Т. Эсĕ миçепе çитлеме пĕлетĕн? (лапти). Юрк. Хăй ĕмĕрĕнче миçе юлташне, элеклесе, вырăнĕсенчен (с должностей) кăлара-кăлара ячĕ! N. Санăн пиччӳ миçе? Сколько у тебя старших братьев?

миша

(мижа), межа грань (от русск. межа). Бур. † Эпир пырас çулсем çинче миша ӳкнĕ тайăлса; çак тантăшпа пĕрле ӳссе уйăрласси пĕр нуша. Н. Карм. † Уттарар-и, утсем, юрттарар-и, хамăр çĕр мишинчен иртеччен. Юрк. † Хирĕн хирĕн варринче пăрăнса ӳкнĕ пĕр миша. К.-Кушки. † Пирĕн хирĕн мишисем аслă çулăн юписем; пирĕн пек мĕскĕн ачасене пусат тĕнче нушисем.

Мочикасси

назв. дер. Мочеи, Кр. Чет.-р. || Назв. дер. Алик. р. Яргуньк. Мочи-к., урăхла Йăлăм, выр. Мочей. || Назв. д. Сорм-Вар. Сорм-Вар. Пирĕн яла икĕ тĕслĕ калаççĕ: хамăр ялсемпе мал енчисем ăна Сорăм-Варри теççĕ, кай енчисем, Кăрмăш çывнисем — Мочикасси теççĕ.

муш

(муш), может быть. БАБ. Муш самайрах (полегче) пулнă та пулĕччĕ-и тен (стало бы больному, тогда). Собр. Эпĕ ыра, çын усал, темелли çук; муш хамăр унтан усал, теççĕ. (Послов.). См. тен, тетен.

мăнкăмăллан

возгордиться. Беседа на м. г. Хамăр вăй çине шанатпăр, мăнкăмăлланатпăр.

мăшăр

(мы̆жы̆р, мŏжŏр), пара; парный. N. Пĕр мăшар лаша. N. Пĕр мăшăр çăпата. N. Эпĕ халь икĕ мăшăр атă ватрăм. N. Кашкăр кашкăр хыççĕнех каять, теççĕ, упа упа хыççĕнех утать, теççĕ, пурте хайпăр хăй мăшăр пулать, теççĕ. Сборн. † Мăшăр кайăк чĕппи хăй юлташне çĕтернĕ. Ib. † Мăшăр пăчăр чĕпли ниçта каясса пĕлеймест. Манăн аттепе анне хĕрĕ ниçта каясса пĕлеймест. (Хĕр йĕрри). М. Тув. † Мăшăр-мăшăр хур-кайăк какăлтатса пыраççĕ; мăшăр-мăшăр хĕрпе каччă пăшăлтатса пыраççĕ. Чуратч. Ц. Пирĕнпе пĕрле вылляс мăшри çук, вăл вăя мăшăрлăн анчах вылляççĕ. Регули 1041. Прер мăшăршар (мăшăр) илтĕмĕр. N. Мария пур тĕлĕшрен те упăшкине тан мăшăр пулнă. Шемшер. † Эпир килтĕмĕр мăшăрпа, хамăр килтĕмĕр толтартмăр. К.-Кушки. Эпĕ унта алса çухатрăм мăшăрĕпех. || Супруг(а). N. Эсĕ çумри мăшăр пулсан та, кĕпе ыйтсан, сик тух та, кĕпине пар, тенĕ. Ст. Ганьк. † Мăшăрсăр пурăнма юрамасть, эп тухмăттăм çичĕ юта. Альш. Хĕр тумланат та калат: эсĕ ман мăшăрăм пулмалла, тет. Каша. Çакă кăна ялта матур пур, юрамĕ-ши мана мăшăра. АПП. † Хамăрпа пĕрле ӳснĕ сарă хĕр юраймĕ-ши хама мăшăра. Бел. Гора. † Пĕр пуянăн хĕрĕ эп, ырă хуçанăн кинĕ эп, ырă тиекĕн мăшăрĕ (пуянсен юрринчен). N. Мăшăру твой супруг. Туй. Мăшăрпа ватăлаччен пурăнмалла пултăр. Ст. Ганьк. † Чун çуралса ӳт ӳссе мăшăрсăр пурăнма юрамаст. Йӳç. такăнт. 50. Манăн мăшăрĕ пурне те тĕрĕс каларĕ. N. Хам мăшăра халат тăвăр (сделайте моей жене). Ерк. 79. Мĕн пулчĕ? — Пĕлме çук, мăшăр хушши — услам çу.

мĕлхе

(мэ̆лгэ), изображение, образ, фигура, отражение, тень. М. Ăнтавăш. Мĕлки курăнать. Видно его отражение (напр. дерева в воде). ГТТ. Мĕлке, тень, как изображение на земле. Поэтому это слово не вполне соотв. русскому тепь. Ib. Йывăç мĕлки ӳкнĕ. Ск. и пред. 37. Мĕлке ӳкерсе, кайăк явăнать (отражение в реке?). Сунт. Пăртак тăрсанах, анакан хĕвелĕн хĕрлĕ çуттинче тем пысăкĕш мĕлкесем туса армансем çунаттисене наянăн çавăрма пуçларĕç. Кан. Тата траххом мĕнле пуçланса пынине, вăл куçа мĕнле сиен туса пынине ăвăсран (из воска) тусă мĕлкесем çакса, пасар халăхне кăтартса нумай ăнлантартăмăр. Шел. II. 62. Тĕррисем çинче мĕн-мĕн кăна тĕслĕ чечексемпе курăксен, хурт-кăпшанкăсен мĕлкисем çук-ши! Шел. 58. Пăхсан, мĕлке курăнать лапаткисем, акисем. Ib. 32. Пăхсан, мĕлке курăнать çут кĕленче урайĕ. С. Алг. Йыт сассупа ан çӳре, мĕлке пулса ан хăрат, кăмака çинче йынăшса ан вырт (говорят покойнику). N. † Чĕнтĕрлĕ чиркӳ сăр (= сăрт?) çинче, унăн мĕлки Самар шывĕ çинче. СТИК. Мĕлки пур та, ĕçре темле! Смотреть (лошадь) ничего, да какова будет в работе! КС. Шыв çине çын мĕлки ӳкнĕ. Ib. Шыва ман сăн ӳкнĕ. Уралка. Мĕлке — картина; мĕлкелĕ кĕнеке. N. Ман ĕмĕрĕм мĕлке пек анчах иртсе кайрĕ. Бугульм. Мĕлке — образ? Ib. † Хамăр савни аса, ай, килсессĕн, мĕлки ӳкрĕ хам умма. Собр. † Шыв хĕрринче пилеш пиçет, çупкамĕ мĕлки шыва ӳкет. Н. Лебеж. Умне-хыçне куç кĕски ларттарать, хăй мĕлкине лăйне кăтарттарать. Ib. † Хусан хули ту çинче, ӳкеетĕ-çке мĕлки шыв çине. БАБ. Авăн картине пĕр-пĕр уллахрах çĕре каяççĕ те, юр çине выртса мĕлке тăваççĕ (отпечаток, изображение. Гадание на „çĕнĕ çул каç“). N. Пăлтăри умĕнче, пӳрт кĕтессинче пӳрт çӳлĕшĕ çын мĕлки тăрать, тет. Юрк. Пĕртен пĕр ывăл ачи пурччĕ, вăл та пулин ухмахчĕ, çын мĕлки пулса кăна пурăнчĕ. Ib. † Урампа иртсе пыраттăм, кĕленчене çапнă мĕлкĕрсем. N. † Урамăрсемпе иртнĕ чух курса иртрĕм санăн мĕлкене. С. Тим. † Савни, санăнпа манăн сăн-сăпатсем ик сумлăх куçкăски мĕлки пек. Орау. Шыв çине ту мĕлки ӳкнипе леш енче мĕн пурри курăнмасть. N. Мĕлкӳ путасси! СТИК. Мĕлке тăвас, делать фигуру человека на снегу. (Лягут на мягкий снег на спину, растопырят ноги и руки, тогда получается фигура человека). || Портрет, фотограф, снимок. Ст. Чек. Ун чухне вăлă мана çыру янăччĕ, вăл çырура салам янăччĕ, тата хăй мĕлкине çаптарса янăччĕ. N. Манăн санăн мĕлкуна кураясчĕ. || Чучело. Чураль-к. Мĕлке = милке. МПП. Мĕлке= ĕмĕлке.

мĕн

(мэ̆н, мэ̆н’), что? К.-Кушки. Мĕн çисе ларатăр? Что это вы едите? СПВВ. ТА. Мĕн полтăртататăн? (= мĕн кирлĕ мара калаçатăн). Ib. Мĕн сослан = мĕн шавлан. Синерь. Амăшĕ: мĕн пăхса çӳремелле? тесе каларĕ, тет. Мать сказала: чего тут возиться (проверяя хозяйство, т. е. нет надобности проверить его). СТИК. Мĕн кунта шăнса вилес тетнем,— атя пӳрте. Что ты хочешь замерзнуть? Идём в избу. Ib. Мĕн вара эсĕ мана ун хуçĕнчен пăхса тăмалла тăвасшăн-им? (Возражает так уверевно, и с сознанием своего превосходства). Ст. Чек. Мĕн пур-ши унта кайса, мĕн пур-ши, шав унта кайса ларан? Зачем ты туда повалился, что ты там нашел интересного? Ib. Мĕн тупрăн эс унта? Что в нем хорошего? Ib. Мĕн тупрăн вара ку вăйăра? Какой интерес для тебя в этой игре. Альш. Ĕмĕр тăрăшĕнче мĕн тухса мĕн килмес. Орау. Якур пичĕш патне натьăк (натяг) илме каяп, терĕ; натьăк мĕн-ши вăл? Что бы это такое было? (задумываясь о предмете, и этим заставляя другого высказать, что это такое). Ib. Виçĕ эрне мĕн вăл (какая важность три недели), ак ман пек улт-çич уйăх ларса пăх, вара пĕлĕн. Ib. Мĕнтен пит ăслă вара вăл? Чем же он умен-то? В чем же виден его ум? Юрк. Вырăсла кĕнекене вуласан та, чăвашла вăл мĕнне пĕлместĕм. Ib. Пăшал сассине илтсен, салтакĕсем, ытти улпучĕсем пурте кĕсем патне чупса пырса: мĕн пулчĕ те, мĕн пулчĕ, мĕншĕн пăшал петĕр, теççĕ. Сред. Юм. Мĕн калан ĕнтĕ (или: мĕн каласси пôрччĕ ĕçке те...). Очень хорошо бы было, но .. Ib. Мĕн алласа çӳрен тесе, пĕрмай килĕрен килле кайса йăмахласа ларакан çынна калаççĕ. Ib. Мĕн тăвас-ха? (Пырса кĕрекен çынтан çапла ыйтаççĕ). Никит. Кайсан та мĕнех тăвать мана. Что особенного он мне сделает, если я и уйду. Изамб. Т. Усаллăх çинчен мĕн калатăн. Ĕлĕк пирĕн хамăр хушшăмăрта та, тарçă тытсан, ăна сăмсипе çĕр сухалаттарасса çитнĕ. Байг. † Сăрă чечек мĕн паха! Аппапа йысна пит паха. С. Айб. Çын ачисем пире çиеççĕ, хăйсем мĕн курасса пĕлмеççĕ. N. Мĕнтенех (в каком откошении) пит аван вара сан сĕллӳ? Шурăм-п. Эх, Петĕр, кĕçĕр мĕн курман пулĕ эпĕ, итлессӳ килет-и, каласа парам. Собр. † Леш айăккине юр çунă, ку айăккине мĕн пулнă; ах аппаçăм (çавă пур), качча кайма мĕн пулнă. N. Мĕн-пулса кяйĕ ĕнтĕ. Что будет уж. Баран. 120. Ем-ешĕл ешерсе ларакан йывăçĕ (картинное выделение из ряда деревьев) мĕн тăрать! N. Вăл мĕнтен пуйса кайнă (вилнĕ)? Икково. Мĕн пăруларĕ: тына-и, мăкăр-и? В. С. Разум. КЧП. Вĕсем хăйсем мĕн калассине каласа пĕтерсен, пирĕн Педтехникумра вĕренекенсем тапратрĕç калама. Тяптяево. Мĕн хăрамалла, кам пирĕн хыççăн килмелле? Чего нам бояться? Кто вслед за нами придет? (т. е. никто). Орау. Халь татти-сыпписĕр çăват те, унтан пĕр-ик-виç уйăх çăмăр пулмасан мĕн тумалла (как быть тогда). N. Унта мĕнсем сутаççĕ? N. Кĕсем мĕнсем? N. Мĕн калас-ха? N. Мĕн каласшăнччĕ-ха? N. Эсĕ мĕн ыратса выртатăн? Регули. 131. Вăлсен поплени мĕн пор онта. Ib. Мĕн вăлсам вăрманта шыранине эп килте топрăм. Ib. Мĕн шыраманнине топрăм. N. Эс мĕнне çухатрăн тата? N. Мĕнӳпе мухтанмаллăх пур сан. О сохр. здор. Çавăнпа ăна пирĕн пĕлес пулать; çынсем епле тата мĕнтен сивĕрен пăсăлса чирлеççĕ-ши? Ала. Мĕн тусан шыв тухат унта, тенĕ (в безводной стране). ЧС. Çынсем çавăнта пыраканĕ пĕри: ку мĕн те, ку мĕн? тесе, пĕри пĕринчен ыйтаççĕ. Чăв. й. пур. 26. Якку каланă: эпĕ мĕн пĕлекен çын? Бес. чув. 13. Эсĕ мĕн капла? Эпĕ сан çине пĕрре те çилленместĕп. Изамб. Т. † Туйăн илемĕсене, ай, мĕн кӳрет? Мĕн выляни-кулни, çав кӳрет (все, что веселит). Баран. 88. Асту-ха лерелле, мĕн хури курăнать унта? N. Мĕн ача турĕ: ывăл ача-и, хĕр ача-и? N. Мĕн пăру туса пачĕ? Утăм. Мĕн мура ямшăксем тытатăн? || Что (относит.). Сунт. Мĕн пулса мĕн килĕ ĕнтĕ. Тавай çул çине валли укçа тăвас. N. Мĕн пулсан та пулĕ, что будет, то будет. Синерь. Мĕн пулин пулĕ (что будет, то будет), ати хушмарĕ те, кайса пăхас-ха (попробую пойти). СТИК. Мĕн тесе-ха вăл пит час карĕ! Что ему вздумалось уехать так скоро. Ib. Ун пек чухне вара мĕн каласан та хĕрсем кăна калаççĕ кĕвве. СТИК. Мĕн каланă сăмах вырăнлă пултăр. Все, что сказано, пусть возымеет силу. Чебокс. Мĕн пулни пулать, кĕрес терĕм те. Коракыш. Эпĕ тăта мĕн пĕлеп! Я знаю еще одну вещь! Ст. Айб. Мĕн пасарин пасарĕ, шур пушăт йывăççи пасармасть. (Ĕне мăйракисем). ||Соответ. русск.: что бишь. С. Дув. Мĕн çук манăн: ĕнер пуснă такам пур, паян пуснă мĕнĕм пур. || В знач. вопрос. частицы, соответ. русск.: что ли ли. N. † Алăк ум вĕçĕнчи ват хурăн: кăçаллăха ларнă пулсан, пуртă витмĕ терĕр мĕн? N. Вăл вĕренме кĕчĕ-и мĕн? N. Вăл кайрĕ-и мĕн? Вăл кайрĕ-им, кайрим? || Что за, какой. СТИК. Паян мĕн пăраçник? Какой сегодня праздник? (простой вопрос). Ib. Паян мĕн пăраçникĕ! Какой еще сегодня праздник! (отрицание и удивление). Толст. Ку мĕн сасси? Что это за шум? Пшкрт: шоj ҕэ̆рмӓ сиβэ̆ полы̆;— мэ̆н сиппм? (или: мэ̆нӓшкӓл сирβэ?),— нимдӓ сиβэ̆ мар’. Регули. 935. Мĕн ĕç он? Мĕн кон килĕ. Ib. 934. Эс кам конта? Эс мĕн çын конта? Ib. Эп тытрăм полсан, сан мĕн ĕç? N. Кĕсем мĕн япаласем? Это что за вещи? Синерь. Эпĕр сута каятпăр тенĕ? — Мĕн сутне (на какой суд)? тенĕ. Орау. Мĕн мĕнĕ тата? Что еще за „что“. N. Хутаçра пĕр виçĕ тенкĕ укçа пулас пулатьчĕ-ха. — Мĕн виç тенки пур унта? Орау. Мĕн вăййи вăл? Что за игра? Ib. Мĕн вăййи вăл! Пĕрне пĕри кӳп те кӳп тутараççĕ. Качал. Яхуне çырмине çитрĕм те, тăкăнчĕ карĕ: мĕн сăян? — Какуй сăян, пухрăм та çур пăт пулчĕ. N. Мĕн çăнăхĕ? Мука из какого жита? Ст. Чек. Анне, улма пур-и? — Эй, ухмах! Мĕн улми унта тата! Ib. Мĕн сивви; мĕн нумайĕ мĕн кунта (какое...). Ib. Мĕн аван япала пăссăрĕ (= пăсрĕ)! Средн. Алг. Хурану пĕчĕкçĕ пуль? — Мĕн пĕчĕкçине калан, пĕр кӳлĕ шыв çитмест. АПП. Упа, çак кашкăра тыт, тенĕ. Упа каланă: ăна тытма мĕн ĕçĕм пур. Чуратч. Ц. Кирĕк епле чире çаклансан, вăсем шухăшлаççĕ: мĕн турри çиленчĕ-ши? теççĕ. Сунчел. Качаки каланă: ăна çиме мĕн ĕç пур (= мĕне кирлĕ). Сред. Юм. Мĕн хыпар пôр-ха, или: мĕн сас-хôра пôр? Что нового? Ib. Мĕн çынни, мĕн арчи, мĕн кĕнеки. Ib. Эп выллянинче сан мĕн ĕç пор. В том, что я играю, тебе (вам) какое дело. Ст. Янсит. Вĕсене эпĕ акă мĕн ĕçре час-часах пулăшрăм. Янтик. Мĕн япала ку сан? Якейк. † Он çиленме мĕн ĕç пор, он пыççине çыхмаспăр. N. † Ял варĕнчи сăрлă юпи мĕн нушташăн ларать-ши, аттен хĕрĕ-сарă хĕрĕ, мĕн нушташăн çуралнă-ши? П. Пинер. † Алкумĕнчи улма йывăççин улми пулманни мĕн усси. || Как. Çĕнтерчĕ. 54. Ех! мĕн савăнса пурăнмасть çав Якур. Ib. 52. Ах, мĕн савăнса çӳремеççĕ çав ачасем! || Зачем, почему, по какой причине. Çĕнтерчĕ. 19. Мĕн янрашатăр эсир паян? Орау. Мĕн юпа пек тăран, кил кунта. Ib. Мĕн мĕреленсе (= наянланса) пыран, ут хăтăрах. (Идет вяло, тихо). Юрк. Ку укçăсене мĕн хам алăра тытса тăрам. N. Тавăрнса, мĕн апая ятлаçтарса порнас? || Сколько, почем. Бр. п. водку 8. Анчах уншăн сăмаххи сăмаххийĕ мĕн тăрать. Но как он дорого ценит каждое свое слово! (т. е. он не разговорчив). Баран. 226. Мĕн çӳрес пеккине çӳресе пĕтереççĕ те, пусма тăрăх улăхса çӳлелле тухма пуçлаççĕ. N. Эй мăнтарăн Прăски, мĕн салтак усатрĕ. N. Мĕне илтĕн, почем купил. Трхбл. Мĕн сысна чике-чике пĕтерчĕç, мĕн чăхă пуса-пуса çирĕç. Регули 939. Мĕне патăн? — Сома патăм. N. Пасартан килсен, пĕр кӳрши ун патне пырать, тет те: ырашна мĕне (почем) сутрăн? тесе, ыйтат, тет. Юрк. Сирĕн тухйăр кĕмĕллĕ: мĕне тăрат кĕмĕлĕ? Сред. Юм. Мĕн ĕмĕр порнатăн (долго находился, когда как обещался прийти скоро). N. Лашасене мĕн кайнă таран ятăмăр. N. Мĕн сахал тесен те, 500 тенкĕ кирлĕ. Панклеи. Ачан мĕн пырнăçемĕн çол хĕсĕнсех пырать. Чем дальше идет, тем... Н. Лебеж. † Мĕн вăрăм-хывлăшă м, ай, кĕскелчĕ. Бел. Гора. † Мулла мечĕтĕ мĕн çӳл мечĕт. || Весь. Альш. Çапла мĕн ĕмĕрне чăвашран ирттереç, авланма каяç те, кил курма çӳреç (портные). N. Этем мĕн пурăнас кун-çулăн хисепĕ çук. Чхĕйп. Чăвашсен мĕн пĕлнĕ ĕçĕте ак çакă анчах пулнă (вот все то, что они знали. Далее идет пер ечисление того, что они знали или умели). || Иногда переводится сл. каждый. N. Кукша мĕн хупараканне (каждого, который влезал касса пăрахат, тет. Çапла пурне те касса пĕтерчĕ, тет. Панклеи. Хĕр вăрă-хорахсен хĕçсене илсе мĕн кĕрнĕ вăрă-хорах поçне касса тăнă. Чхĕйп. Вара унта ĕçме-çима мĕн пыракан пурте çапла асăннă (поминали). N. Мĕн турттарса пынă ăлава çавăнтах тăкаççĕ те, салагса пĕтĕреççĕ. N. Мĕн пынă çын çавăнтах ĕçлеме тытăнать. Коракыш. Манăн лашасем селĕм пултăрччĕ, эпĕ вара мĕн çул çӳрекенсене ĕçе-ĕçе хăварăтăм. || Иногда употребл, в знач. самый. Альш. † Çак юрăсене юрлама мĕн кĕçĕнтен пуçтарнă ăс кирлĕ. N. Акă кăçал каллах мĕн çуркуннеренпе çумăр çумасть. N. Мĕн пĕчикçĕренех. Сборн. по мед. Мĕн халичченех. N. Якурпа шăллĕ мĕн каç пуличченех ĕçлерĕç. Кубня. † Эпĕр мĕн кĕçĕнтен туспала, пире çын çимесĕр мĕн тутăр. Ал. цв. 20. Вăл мĕн пурăннăçемĕн шурă мăрамăртан тунă пӳлĕме час-час çӳрет, хăй хуçине лайăх сăмахсем калать. || Оказывается. Т. VII. Ах турă, атте! пылпа кулачĕ пит тутлă мĕн. N. Эсĕ пит усал çын-мĕн. Ачач 71. Хăшпĕр юратнă çынсем, тантăшсем пулмасассăн, чăнахах та Тимуш пӳртрех лармалла мĕн. ЧС. Вăл çуртсем çунас та çук мĕн те, насус час килеймен. Сятра. Вăл чоашла лайăх пĕлет мĕн. Толст. Вăл иккĕре анчах пулнă, утма та тин анчах вĕреннĕ мĕн. Утăм. Тăлăха питрех те мĕн асап çынлăха кĕмешкĕн çĕр çинче. Якейк. Çораличчен çоралманни лайăх мĕн. Урмай. Чипер мĕн те, аки мар, хӳри пур та, шăши мар. (Çарăк). N. Иçăм çырли пахчинче çырла пиçсе ларнă мĕн. N. Юман çинчен пĕр çăхан çапла калать мĕн кăна. N. Пирĕн пуçран нуша иртиччен выртаяс мĕн аннен кăкăринче. НАК. Çавна курсассăн, эпĕ леш йытă чăнахах усал пулнă мĕн-ĕç, терем. Увидев это, я подумал, видно, эта собака была на самом деле нечистый дух. N. Шăналăкра сакăр хĕр, саккăрĕш те сарă мĕн, эпĕ илесси хура мĕн. Орау. Паян пасарта хăма йӳн пулнă, тит. Ăна пĕлнĕ пулсан, пасара каяс мĕн паян. Сборн. по мед. Эх, пулать мĕн çын та: хĕп-хĕрлĕ, нар пек, çапçутă сăн-сăпатлă, вырăс пек. Ну и бывают же люди, румяный как „яблоко“, белый как русский. М. Васильев. Лашисене хайхисем çаран çине яраç те, канма выртаç мĕн хăйсем. Н. Лебеж. † Ешĕл хырă çинче чăпар кукă (кукушка) ян ярать-çке мĕн аслă вăрмана, янра юлат мĕн аслă вăрманĕ. Б. Хирлепы. † Атте ывăль пуличчен шăмат кĕпçи пулас мĕн, пĕр хĕр татса çитăр мĕн. Кан. Ку вăрсене (семена) пирĕн те туянмаллаччĕ мĕн. Лашм. † Тăшмансем килессе пĕлнĕ пулсан, хываяс мĕн (кĕпер) çатăркаран, пусмассерен путса антăр мĕн. N. Йăваланса тăрсассăн, ну чавать мĕн тымарне. Изамб. Т. Упаç: масар çине шыв сапас, тет мĕн. || Употребл. для выражения обобщения. См. Оп. иссл. чув. синт. I. Истор. Арçынни-хĕрарăмĕ мĕнĕпех юланутпа çӳреме лайăх вĕреннĕ. N. Ăшăк сухаланă çĕрте вăйлă çăмăр çусассăнах, шăтса тухман тырра çерем мĕннипех юхтарса каять. Латыш. Навусне ачи мĕннипех шăпăр шăтăкне тăкать Никит. Арчă мĕнсене эпĕ сотса ятăм. N. Эй атту мĕнĕ, ахалех тăхăнтăм, çăпата сырас мен. Байгеева. Вăл пасара кайсан мана валли кулачă мĕн яланах илсе килетчĕ. Чăв. й. пур. 9°. Пухура мĕн те çынсем тепле вăрçа пуçласан та, тӳпелеше пуç ласан та, вăл Микка, унта пулсан, çапах чарнă. Регули 162. Çав кĕпе ĕçлени мĕнĕпе (мĕнпеле) виç сом тăрать. НИП. Хурăнташсем мĕнсем. Альш. Çисен мĕн тусан хĕрсем çурçĕр вăхăтнелле килĕсене таврăнаççĕ. Ib. Тепĕр кун пек, мĕн пек иртсен, каллех хулана тырă тиеççĕ. Шурăм-п. Килях малалла ирт, тесси мĕнни пулмарĕ. N. Вĕт çăмар мар, мĕн те мар, хура халăх куççулĕ. Ала 86°. Тепĕрне (сосну) тăпăлтарса кăларчĕ, тет те, тепĕр çур хули мĕнĕпе ывăтса ячĕ, тет. Чăв. й. пур. 16. Çав Пайтукан хăй патне пупсем мĕнсем пырсан, е пĕр-пĕр вырăс мĕн пырсан, хăй туха-туха тарса арăмне: епле те пулин калаçкаласа ăсат, тесе, хуша-хуша хăварнă. N. Эй анне, епле каяс вутă касма: манăн лаша та çук, мĕн те çук. Юрк. Çапла пайтахчен ĕçсен, хăй татах ӳсĕр те пулат, мĕн те пулат (и пьяным бывает и пр.). Ib. Пуян çын хĕрне илес тесен, авă çавăнне илĕпĕр; епле хĕрне курнă мĕн пур-и? Ib. † Пӳртĕмĕрсем шурă, саккăмăрсем сарă, эпир тухса кайсан пушă юлĕ, пушă та юлĕ, мĕн те пулĕ, кĕре-кĕрсем тулли чш (= шăп) пулĕ. Ib. Каласа пăхасси мĕнĕ, эсир тăрăшăр. Что, что вы поговорите — вы постарайтесь (т. е. не ограничивайтесь одними разговорами с кем-то, а действительно постарайтесь). Ib. Мĕнпе тӳрлетесси мĕн, эрехпех тӳрлететĕп, тет. Сам. 60. Пĕтрĕм эп те... пурнăç путрĕ, уяхран мĕн ӳк те вил!.. Орау. Лаша пăхма мĕн кайсан, йĕвенне ан çухат; тен кунта хăваратни. Ib. Вăл пĕр вăтăр пиллĕке мĕнелле çитнĕ пулĕ ĕнтĕ. Байгеево. Вăл пасара кайсан мана валли кулачă мĕн яланах илсе килетчĕ. Никит. Чăнахах ĕнтĕ морĕ (мор) килес мĕн пулсан нăмайĕшĕн выльăхсене вĕлерсе тухса кать-çке (= каять-çке). Ib. Сборн. по мед. Ялта урама пӳрт çумне мĕне, урам варрине юпа çумне мĕне. Сред. Юм. Канлĕ вăхăт таврашнелле мĕнелле килсе çапăн эс кôнталла (наведайся). Сам. 30. Этем çке мĕн эп те! терĕ вăл хăйне. N. Мĕн тăвасси мĕнĕ (что делать-то мне), акă? вĕрен явса çак пĕтĕм кӳле çакса вĕретес тесе калатăп. N. Вăл хăйăр тĕмисем çинче курăк мĕн нимĕн те ӳсмест пулĕ çав, терĕм эпĕ. Мĕн курăк ӳсессине калатăн (т. е. какой тут расти траве, ничего не растет).

мĕнашкал

то же, что мĕнешкел. КС. Мĕне курса, почему; зачем, для чего. Ерк. 98. Мĕне курса ут çултартăн урхана хамăр патри çавал çинчи улăха? Кама 39. Мĕне курса вăл тери тăрăшать-ши ĕнтĕ! Хĕнесе амантĕç-и. Авланасчĕ те пурăнасчĕ.

мĕскер

то же, что мĕнскер, что (кто). N. Вăл пире мĕскер? Кто он нам? (т. е. никто). Хăр. Паль,. II. Мĕскер сутье вĕсем. Регули 936. Мĕскер полчĕ? мĕн полчĕ? Ib. 661. Мĕскер тытакан кайăк килнĕ. Ib. 660. Мĕскер тăвакан пор онта. N. Мĕскер тăваççĕ-ши вăсам унта (с неудовольствием). Тип-Сир. Ăçта каятăн Фомка тус?...— Мĕскер ăçта каясси! Така çухалнăччĕ те, ăна шыратăп... Панклеи. Патшапа мар-и (жена царя): мĕскер чĕлĕмĕ сана (какую еще трубку!), халь çактарапăр, теççĕ. Янш.-Норв. Эпĕ: ку мĕскер-ши, тесе пĕтĕмпех тĕлĕнсе кайрăм. N. Çын петĕнчен сăра ĕçсе тохнă чох: чăрмав турăмăр, тиç. Хирĕç калаç: мĕскер чăрмавĕ, хамăр та час-часах кĕрсе тохатпăр. М. Васильев № З, 34. Мескер тăвас-ха, Есрел? Аван пĕтри сан ĕçӳ? Чем люди живы. Мĕскер мĕнĕ, улпута атă кирлĕ мар, вилсе карĕ, тет.

юраттар

понуд. ф. гл. юра. Н. Колмаюр. Чукун çулне хăйсем пăсса хăвараççĕ, е пирĕннисем, тӳрлетсе, хамăр вакунсене юраттарсах пыраççĕ. Орау. Аптăрарăм ку ачапала! Ăна парап, кăна парап — никăшне те илмеçт. Йĕрет, кăшкăрать, ниме те юраттармасть, çĕтĕк! || Подбирать (напр. ключ). КС. Çăраççине юраттарас. . Çак уçăсенчен пĕрне юраттарар-ха ку çăрана! Подберем-ка один из этих ключей к этому замку!

ют

(jут), чужой, незнакомый. Чăв. й. пур. 16°. Епле пурăнас? Епле ют çĕре тухса çӳрес? Как жить? Как отправиться в чужие края? Якейк. † Вĕрене шулчи хот полминч, çомри хĕр йот полминч («желает, чтобы она его не бросила»). Б. Бур. † Килес çулччен, вăйăччен, савнă тусăм ют пулĕ. До будущего года, до игр (хороводов), моя любимая девушка станет мне чужой. Çутталла 48. Ют ял çĕрĕ патне çитичченех. Недоходя до земли чужой деревни. Сорм-Вар. Ют çын (чужой человек) тути (вкус) юн тути, тăван тути — пыл тути. Пазух. Атьăр каяр утпала, кĕсье тулли хутпала; хамăр савни пулмасан, калаçăпăр ютпала. N. Ют автан, ют лаша. ЗС. Унтан туйĕ, ютра çӳресе пĕтерсе, хĕрĕ килне пырса кĕрсен... Актай. Ют япала мĕн пур-ши кун çумĕнче? тесе, шырама тапратрĕç [искали, нет ли при ней (на ней) какой-либо чужой вещи]. Т.Й.Ч. Ют çул (назв. духа). Ч.П. Ачам-пăчама ютта кăлартăм. 1. Сивĕтрĕм. 2. Послала по чужим людям. || Шурăм-п. № 18. Хамăр уйра пулман-ха, тепĕр ик-виç кунтан тухмалла пулĕ-и. Унччен юта каяс пулать (жать чужое). Ильм. † Ах, аттеçĕм, аннеçĕм! Аттерен-аннерен хыпар илтмесĕр, çичĕ-юта (в чужую семью) тухрăм, хур пултăм. Çырма тăрăх шыв каять, çырана тивет йывăрĕ; çичĕ-ют сăмахне илтсессĕн, пуçăма тивет йывăрĕ. (Начало плача украденной невесты). || Чужбина, чужой край, чужая деревня. Ау 70. † Пире-ах-та пăрахса, юта савса, ютра пиртен ытла çын тупмăн. Альш. Юта тухса курман чăваш. Чувашин, не бывавший в чужих местах. Ib. Ютран Пукравра Елшелне хăнасем килмелле вĕт. Ведь в Покров в Альшеево должны приехать гости из чужой деревни. N. † Пирĕн çамрăк пуçар мĕн хуйхи? Савни юта кайрĕ çав хуйхă. Какое горе у нас, у молодцов? Любимая девушка вышла замуж в чужую деревню, вот горе. Псалт. 145,9. Турă ютран килнисене сыхлать. Камен. Враг. † Кĕçĕр ан кил, тăванçăм, ыран каç кил, кĕçĕр ютран килнĕ тăвансем пур. N. † Йори илтĕм йотран (из чужой деревни) хĕр. N. † Ойсем орлă çол турăм йотра хĕрсем нăмайран. Ашшĕ-амăшĕ. Çавăнпа ăна таврари çынсем пит хисепленĕ: çамрăккисем те, ваттисем те, ял йышĕсем те, ютрисем те (из чужой деревни) пурте хисеплесе, юратса пурăннă. || Кубня. Ютри киреметсем (киремети, обитающие в чужом месте). Сехнер киремечĕсем, каçар.

ютăх

(jуды̆х), отчуждаться, стать чужим. Ч.П. Н. Седяк. † Инçе мар, тăван; ютăхас мар, тесен, килех тăр. Недалеко, родной: если не хочешь стать чужим, бывай у нас постоянно. N. † Тимĕр юпа тутăхтăр, манран атте-анне ан ютăхтăр (пусть будут близкими, не отчуждаются). Ст. Чек. Ютăхнă = ютшăннă). Нумай пĕр-пĕрне курмасăр пурăнсан, юта тухнă пек пулат, çавна çапла калаççĕ. Бугульм. † Ай-хай, милай, хамăр савни, курса калаçманран ютăхрĕ. N. Тăвансем те манран ютăхнă. Микушк. † Ан ютăхăрсамăр, килех тăрăр. Не отчуждайтесь, постоянно бывайте. Лашман. † Эпир ларма кайсассăн, авалхи тусçăм ютăхри (вероятно — ютăхрĕ).

юхха яр

(jухха), запустить; привести в запущенное состояние, в ветхость. Сл. Кузьм. I,165. Çапла ĕнтĕ эпир хамăр çурта юхха ятăмăр пулать (запустили, привели в обветшалое состояние).

йӳнеç

обходиться; располагать тем, что имеется, чтобы жить как-нибудь при недостатках. С. Йӳнеç или йӳнеш. Сред. Юм. Хамăрăнне хамăр йӳнеçсе порнаппăр (сводим концы с концамн, в люди не ходим). Выçăхакансем 19. Епле-те-пу.лсан йӳнеçсе пурăнас пулать. Надо как-нибудь обходиться тем, что есть.

йăвăç улми

яблоко. N. Çаран çине капан лартсан, (после сенокоса), йăвăç улми çиме юрать, теççĕ. Чаду-к. Пĕрре эпĕ хамăр çумри Тимофейсен пахчине йăвăç улми вăрлама кайрăм. Однажды я залез в сад к нашему соседу Тимофею воровать яблоки.

Йăнар

назв. леса. N. Эпĕр малтан шыв хĕрине кайрăмăр арман патне çитеччен. Унтан, кĕпер урлă каçса, Йăнар кĕпери патнел(л)е. Унтан, Мăн çăл тĕлми урлă каçса, Йăнар каççи патнел(л)е. Вара эпир вăрмана çитрĕмĕр; вăл вăрмана Йăнар теççĕ. Ядр. (Уб. в.) Пирĕн патра, хамăр ялтан инче те мар, пĕр вăрман пур; ăна Йăнар теççĕ.

вăтанкала

учащ. ф. от гл. вăтан. || Несколько стыдиться. Кан. 1926, № 166. Хамăр анасене пĕлмесĕр, — пĕлетĕп, — вăтанкаласа ответ пачĕ ку.

вĕлтĕрт

подр. отрывистым и сложным волнообразным движениям, частым и мелким. Сорм-Вар. † Вĕлтĕрт-вĕлтĕрт хĕр саппан; унпа çынсен мĕн ĕç пур, хамăр варлин хĕр саппан. (Свад. п.). Шорк. Пĕр пĕчĕк кайăк ман чӳрече омĕнчен вĕлтĕрт! туса иртсе карĕ (пропорхнула). Синьял. † Вĕрлĕк карта (прясло): вĕлтĕрт! тит. || Подр. не быстрому вращению (напр. детской меленки; см. МКП. 66. || Подр. падению небольшого предмета, который, падая, описывает дугу. N. Вĕлтĕрт çаврăнса ӳкрĕ. Сразу свернулся (т. е. упал, напр. ребенок). || Подр. быстрому движению промелькнувшего предмета. Городище. Вĕлтĕрт турĕ, курса та юлаймарăм. Срв. вĕлт, вăшт. См. еще МКП. 65, 66.

вĕри-ял

верховые чуваши. (Так называют низовые чуваши верховых). Собр. Вĕрт, вĕрт вĕри-ял, çавăрăнса пăхрăм ― хамăр ял. (Хутăр-йиççи). N. Вĕри-ял пек хытланать. N. Вĕри-ял пек калаçать. См. вир-ял.

вĕрт

неизв. сл. в загадке. Собр. Вĕрт, вĕрт вĕри-ял, çавăрăнса пăхрăм ― хамăр ял. (Хутăр-йиççи).

йăх-ях

человек, который ходит в плохом платье, оборвыш. Сред. Юм. Йăх-ях, тесе, начар тумтирпе çӳрекен çынна калаççĕ. || N. Йăх-яха тем чул панă-ха унта, хамăр старăстă пĕр виçĕ тенкĕ илнĕ-ха унта.

йĕвен аври

то же, что чĕлпĕр, повод. N. † Кăвак хăю пор ман, йĕвен аври турăм; хамăр тӳртĕн хĕрсене кут сакки çине лартрăмăр. (Искаж. ?). Изамб. Т. Лашана тытнă чухне йĕвен тăхăнтартаççĕ те, йĕвен авринчен (чĕлпĕртен) çавăтса, урапа патне илсе пырса, кӳлме пуçлаççĕ.

йĕл

(jэ̆п), игла, иголочка. Никит. Хамăр питĕ йĕпентĕмĕр: йĕп чикме те шăтăк çук. Мы сами до того вымокли, что не осталось сухого места, куда можно бы было воткнуть кончик иголки. Кан. 1927, № 210. Йеп шыранă пекех шыранă. Искали как иголку (внимательно). Ст. Чек. Эп Ентрипе йывăр çын чухне тĕлĕкре çиплĕ йĕп илеттĕм – Ентри сывă юлчĕ; Сăпанипе йывăр çын чухне ялан тĕлĕкре çипсĕр йĕп илеттĕм — Сăпани, çуралсан, ик эрнеренех вилчĕ. Когда я была беременна Андреем, то во сне брала иголку с ниткой — Андрей остался жив; когда была беременна Степанидой — брала иголку без нитки — Степанида через две недели по рождении умерла. Т. М. Матв. Михĕре йĕп тăмасть. В мешке не удержится иголка («шила в мешке не утаишь»). Орау. Пирĕн чăлха çыхма, чăлха пуçсем çыхма йĕп вĕренереп, кăпчанкăран тăваççĕ. Вязальные иголки у нас делают из клена или из жимолости(?). Янтик. Пит тĕттĕм: куçа йĕп чиксен те, курăнмас, куçран тĕртсенте, курăнмас. Якейк. Онтан хăраса, порте йĕп тăрăнче çӳреççĕ (он всех держит в страхе). N. Аçу оринчен йĕн кăлартăн-и? Вынул ли ты из отцовской ноги иголку? N. Аçу оринчи йĕпе кăлартăн-и? Вытащил ли ты иголку, которая была в отцовской ноге? Сказки и пред. чув. 112. Йĕп чиксе те куç курмасть (хоть иголкой (глаз) выкоди ничего не видно). СТИК. Йĕп чиксе курăнман. Ни зги не видно. Качал. Пирĕн мучин утмăл чалăш кил-карти; улттă пусса çитмесен, ура тупанне йĕн çапат. Красн. Горка. Йĕп пек вĕтĕ симĕс курăксем тухаççĕ. Чураль-к. Кăмакăра йĕп ташлĕ. (Вут çунни). В печке запляшет иголка. (Горение огня). † Панклеи. † Москавпа Питĕр хошшнче йĕпрен кĕпер хунă, тет. (Салтак юрри). Ч. С. Ял çап-çутă; йĕп пăрахсан, йĕп те палăрмалла (во время пожара). Ib. Урамра çап-çутă; йĕп ӳкерсен, эп те курăнмалла. Бюрганский. Часрах парса яр çакна (поскорее дай ему, что следует, и отпусти); тек сĕтĕрĕнсе çӳреççĕ, хăйсенчен йĕп чухлĕ (ни на грош) усă та çук. Т. Анчах шурă лаша пултăр, ниçта та йĕп вĕçĕ пек те хура тĕк ан пултăр... Чăвашсем 28. Унтан, икерчĕ пиçсен, хывса тăкаççĕ те, тупăк патне пырса, сасă кăлараççĕ: йĕп пек çĕр çурăлчĕ (маленькая трещина), йĕп тухрĕ, сан тĕлĕнтен кун пĕтрĕ, тесе (перед тем, как итти хоронить). Ст. Шаймурз. † Шурă-шурă, çăмарта, йĕп кĕме те вырăн çук. N. † Шурă-шурă çăмартин йĕп пусмалăх вырăн çук. Мусир. † Вĕренер çулĕ — çемçе çул, хăяккăн выртса килтĕмĕр; Мăн Çырма çулĕ — хыта çул, йĕп тăрăнче килтĕмĕр (приехали на кончике иголки (т. е. неспокойно). N. † Малалла ĕнтĕ мĕн турă парат: йĕп тăрăнче, шăллăм, тăратпăр. (Солд. п.). Турх. Ман çинче йĕппĕмрен çын ӳчĕ те çӳçенĕ. Юрк. Йĕппе пус чавнă пек (т. е. по пословице: овчинка не стоит выделки). Бюрг. Йĕппе пусă алтни. СТИК. Йĕп тăрринче ирттертĕм ку çĕре. Я провел эту ночь очень тревожно.

йĕтĕн

(jэ̆д’э̆н’, jэ̆дэ̆н’, jэ̆дэ̆н), лен. Юрк. † Айлăм айне йĕтĕк актартăм, йĕтĕн тутăри эпĕ турăм. Ядр. Йĕтĕн çип пир кĕпи. Ib. Йĕтĕн çин тоттăр. Сорм-Вар. Йĕтĕн çип тутăрĕ. Ib. † Йĕтĕн пирри пулсассăн, алăра тытса тăрас, тет. N. Йĕтĕн сӳсе çиппи çинче(= çинçе) пулать. Изамб. Т. Хăшĕ çаран çине йĕтĕн сарат. N. † Анкарти хыçне йĕтĕн акрăм, ăна çăлса сарма кам пырĕ? Якейк. † Хамăр ялăн хĕр ори йĕтĕн варри чăрки пак. С. Дув. † Пыраттăм, пыраттăм эп çулпала, йĕтĕн картисене тĕл пултăм. Ч. П. Эпир йĕтĕн кĕпи тăхăнас çук. Коракыш. Уйра ылтăм пуçлă ача, ларĕ. (Йĕтĕн пуçĕ, головка льна). Альш. Ваттисен килте тутарнă хура шĕлепке е çула та йĕтĕн çĕлĕк (у стариков бывает...). Чураль-к. † Пурçăм туттăр пирĕн аки, эпир тепре киличчен йĕтĕн туттăр пулминччĕ. Пазух. Йĕтĕн тутăр çыхакан пурте çук çын хĕрĕ мар. Ч. П. Йĕтĕн сар, стлать лен.

варлă

приветливый, добрый, сердечный; тароватый. Кратк. расск. Авраам вăл пит варлă çын пулнă. Çав çынсем патне пынă та, ӳксе пуççапнă вĕсене. СПВВ. ПВ. Варлă çын — добрый. Фи. Финн çынни тата питĕ чăтăмлă, варлă çын. Çын хăйпе кăмăл калаçсан, вăл унпа кăмăллă, йăвашшăн калаçат. Бур. † Кил йышĕ варлă пулсассăн, сĕтел умĕнчи çын эпир. N. Çакăра-тăвара та пит варлă çынсем. В отношении хлеба-соли они тоже очень тароваты. Юрк. Ăшă кăмăллă, варлă çынсем, amabiles, соmеs, lrpidi). || N. Варлă тус. || Состоящий в дружеских отношениях. ЧС. Сителĕклĕ пурăнакан çынсем хăйсен хурăнташĕсем, варлă çыннисем патне хăнана çӳреççĕ. || Дружно, любовно. X. Çăкăр-тăвар пĕрле ĕççе çимелле пултăр, пĕр варлă пурăнмалла пултăр. СПВВ. Вар, варлă пурăнас, варланас. Яргуньк. Хĕрĕ пĕр ĕмпӳ ачипа варлă пурăннă, тет те, çавăнпа çав çĕвĕç хуçана каяшшăн (замуж) мар, тет. Сĕт-к. Олянпа Микула пит варлă порнаççĕ. Ядр. Тата вĕсене варлă пурăннă хĕрсем ашăли(-ал-шăлли) туса параççĕ. || Состоящий в любовных отношеииях. А. П. Прокоп. || Укçинепе варлă ача варне тытса макрать, тет. Юрк. † Пирĕнпе варлă çичĕ хĕр, çичĕ хут чаршав карсамăр, мана илсе юлсамăр (Солдат. п.). N. † Пирĕнпе варлă хĕрсем çук, çавăнпа пирĕн тутăр çук. N. † Хамăрпа варлă хĕрсене хамăр чĕрçине лартрăмăр. Яргунък. Çав улпутăн арăмĕ пуппа варлă пулнă, тет. Сред. Юм. Арçынна варлă (любимая мужчинами), хĕр-арăма варлă (любимый женщинами); арçынна варлă, тесе, арçын пит килĕштерекен хĕрарăма калаççĕ; хĕр-арăма варлă тесе, хĕр-арăм пит килĕштерекен арçынна калаççĕ. Сред. Юм. Арçын (арз’ын) варлă — с мужской физиономией. || Пĕр варлă, единоутробный. Изамб. Т. Пĕр варлă çынсем, дети одной матери. У КС. — пĕр варти çынсем.

ваттисем

старые люди; предки. N. † Ваттисем пурне пĕтмерĕм. Ч. С. Ĕлĕк ваттисем ĕмĕрĕсене чăвашлах пурăнса иртернĕ те, вут-кăвар та питех пулман; акă, вырăсла пурăнса, епле пултăмăр-ха! Макка 367. Ваттисем калани вырăнлă. Речи стариков разумны. Юрк. Çак хутпа пĕрле Шупашкар юррисене, хамăр енчи ваттисенĕн сăмахĕсене, юмахсене çырса ятăм. Чув. тексты № 2, 213. Ваттисене асăнни (поминовение предков, в Изамб. Т. «Дмитриевская суббота»). Коракыш. Ваттисен праздникĕнче ĕлĕкхи стариксем ваттисе хывнă. Сред. Юм. Качча каякан хĕрсĕм: вилнисĕм пиллеччĕр, теесине: ваттисĕм пиллеччĕр, теççĕ. Альш. Сарă çу кирлĕ: кантăр вăрри çăвĕ ваттисен (вилнисен) кăкăрне йывăр. Ib. Пысăккисем «ваттисене» асăнаççĕ пасар çимиçипе (= çимĕçĕпе).

вылян

играть, двигаться (от внешней причины). Ч. П. Аттепе анне, ай, аллинче ылттăнпала кĕмĕл вылянат. Ib. Симĕс кĕленче, шур черкке выляна-çке ыр çын аллинче. Сам. 57. Çапла иккен çут тĕнче; чĕрлет, вилет вăл ялан; иртнĕ çĕр пин ĕмĕрсем — миçе хут вăл вылянман. Сказки и пред. чув. 52. Хура туя аллинче вăльтăр-вальтăр вылянать. Собр. † Вĕрене те курка, сар курка, нумай пыл-çу çинче вылянчĕ. КС. Шухăшĕ пит вылянат унăн (он легкомыслен). Юрк. † Çинçе пӳлĕ сарă ача хамăр умра вылянанат. Бел. Гора. † Шурă хур çуначĕ вылянать-çке сĕтеллĕр çинче. N. Унăн ăшĕнчи ачи выляннă.

вырăна кил

исполниться. N. Тен хамăр хушшăмăрта та калакан пулĕ, çватойсен е пророксен сăмаххисем тем вырăна килни пулĕ, тесе калакан та пулĕ. || Иметь, возыметь действие. Хыпар № 41, 1906. Ку чеелĕх вĕсен халăх тĕттĕмре пурăннă пирки анчах вырăна килсе пырать. Ib. № 19. Вырăна килмелле мар турĕç. Помешали осуществлению (обещаний).

Вырăстук

(выры̆стук), личн. имя мужч, Н. Уз. || Прозвище. Шел. 156. Ăлавçă тата хамăр ялсемех Вырăстук Миккуф ăлавех пулчĕ.

вилĕ

(вил’э̆) или вил (вил’), то же, что виле, мертвец, покойник. 31. Васильев. № 3, 21. Кĕшши (хăшĕ) вилĕ мунчи (баню после похорон) хотса хораç. Ib. Вилĕ чикни, похороны. Çутталла 30. Манăн куçа вилĕ тытрĕ пуль, е çын, кураймасăр куçа пăсмалла турĕ пуль. Ч. С. Вилле ăсатса ярсанах... Как только проводили покойника (на кладбище)... Магн. М. 152. Çол, вăрман, çырма вилли. Юрк. Куçĕсем сӳнсен, аптăранă енне, нимĕн тăва пĕлмесĕр: пирĕн чăвашăн вилли пĕтет-и? тесе, тӳрлетме те пăрахат. N. Вилĕсем яла йытă сăмси çине ларса килеççĕ, тет (вилле хывнине çиме йытта чармаççĕ). Ст. Чек. Килтен вилĕ тухсан, хĕрĕх кунчен килти арăм кантăр тылламас: кантăр хĕрĕх кунччен тылласан, вилнĕ çыннăн шăмми ванат, тет; вилĕ ятне пĕлĕм пĕçермес, кăмака питне шăлмас: кăмака питне шăлсан, вилнĕ çыннăн куçĕ шăлăнат, тет. Юрк. Вăл вара çав килĕре вăхăтсăр вилĕ кăларнă. Собр. Каçпа пит çусан, вилĕ чуп-тăват, теççĕ. Если вечером умыть лицо, то, говорят, во сне поцелует покойние. N. Тĕкел (в четном числе) пĕçерсен (хăймалуне), çулталăк иртиччен çуртран тата вилĕ тухат, теççĕ. (Похороны). Альш. Вилле пуçтарса вырттар (обрядить). Ib. Вилле тирпейлесе чикесси аван ĕçех мар. Ст. Чек. Виллисен умĕнче пултăр (асанне умĕнче пултăр, еtс так говорят, подавая нищему милостыню). || Труп, падаль. Чертаг. Виллĕм çине ан татăр! (выражение отвращения к человеку). А. Турх. Кушак вилли, труп кошки. Шел. 92. Виллӳ ăçта выртĕши? В. Олг. Виллӳ карăнманскер! (Брань). || Мертвый, дохлый. Толст. Амăшĕ вилĕ пулнă (была мертва). Орау. Вилĕ пулă, дохлая рыба. Б. Яныши. Çул çинче çак старик вилĕ выртакан тилле курах кайрĕ, тет. Чуралъ-к. † Атте ятне каласан, пире такам та хĕр парĕ; хамăр ята каласан, вил качака сутас çук. Посл. 56,10. Сирĕн ӳтĕр çылăхшăн вилĕ пулать, чунăр тĕрĕслĕхшĕн чĕрĕ пулать. || Мертворожденный. N. Ĕне вилĕ пăруланă. || Уресмет. Çăпата вилли — ошмёток (истасканный и брошенный лапоть). Ib. Хушпу вилли — истасканное хушпу; атă вилли — отопок. СТИК. Çĕлĕк вилли-кăна юлчĕ.

винават

виновный (русск.). БАБ. Сирĕн ялсене (вашим деревенским) ку тĕрлĕ мăшкăллаттарас çукчĕ те çав (не позволили бы, конечно, насмеяться над собою) — хамăр . винават. Шибач. Эп винават мар. Я не виновен. Ала 17°. Вăл хăех каланă: винават. || Как бы обязанныЙ. БАБ. Халăх чӳк тумалла пулсан, унтан пуçне ĕç çук (без него дело не обходатся); учук тума тытăнсан, хай Митьтуç папаях (знатов молитв) винават (т. е. сейчас же его приглашают). || Вина, поступок, culpa.

вирелле

по направлению вверх, в гору, против течения. N. Çӳç-пуç вирелле тăрса каять. Волосы встают дыбом. Ст. Ганьк. Шыв вирелле юхмаçть-ĕçке. Рекеев. Хăрарăм та, çӳç вирĕлле тăр. Ib. Çӳçне вирелле турать (чешет). Б. Бур. Çак сăмах суя пулас пулсассăн, тĕкĕм-çӳçĕм вирелле тăтăр, çак каччă хĕвĕнчи пăчăр тĕкĕ пек. Н. Карм. Унталла кайма вирелле. Ехать туда — в гору. N. Вирелле, против шерсти. Ч. П. Йĕлме йĕлтĕрĕ турĕ те, шурăм кайрăм вирелле. Альш. † Самар шывĕ юхать вирелле, сар хăмăшсем тай(ă)лаççĕ шывалла. В. Олг. Вирелле мальлă (в Хорачка: тӧ̆рдэ̆н). Сала 151. Хура шывсем юхат вирелле. || Шиворот-на-выворот. Тюрл. Урана кутăнла сырсассăн: мĕнле вирелле сырнă ес? теççĕ. Ib. Вилĕ тумтирне вирелле тăхăнтараççĕ. (У КС: тирĕс). Ib. Хамăр енчи пек туманнине пурне те: вирелле тунă, теççĕ. || Рекеев. Сăмахĕпе кăмăла вирелле турĕ.

Вири-ял

то же, что вир-ял. Т. П. Загадки. Вăлт-вăлть (вар. вăлт-вăлт) вири-ял, çаврăнтăм (вар. çавăрăнса пăхрăм), пăхрăм — хамăр ял. (Хутăр хутăрни). Юрк. † Вири-ял хирне вир акрăм (посеяла).

вирĕм чопни

то же, что вирĕм косни. Ходар. Вирĕм чунни. Пирĕн ялта, кашни çул вун-ултă, вун-çичĕ çулхи ачасем, мăн-кун ыран тенĕ чух, шăмат-кун каç вирĕм чупаççĕ. Мăн-кун çитесси пĕр виç-тăват эрне юлсан, вăлсем пĕр çĕре пухăнаççĕ те, вирĕм чупма пилеш хулăсем касмашкăн вăрмана каяççĕ. Хĕр-арăмсем вăл кун вирĕм ачасем валли кукăч-çăмах туса хатĕрлесе хураççĕ; йăвасем тăваççĕ, тата çăмартасем те пĕçерсе хураççĕ. Тата çав ачасам валлиях пĕрер чĕрес сăра пылласа лартаççĕ. Пӳрте кĕнĕ чухне, вăлсем юрласа кĕреççĕ. Вăлсен юрри ак çапла. „Вирĕм, вирĕм вирила, вирила та Кирила; кĕçĕр те вирĕм тиятпăр, ыран та мăн-кун тиятпăр. Кĕçĕр йăва çиятпăр, ыран пăтă çиятпăр, виçмипе яшка çиятпăр. Тавай та пире сăрине, тавай та пире сăрине, тавай пире сахăрни, шинкă та пива нинатă. — Пӳрт алăкне уçаççĕ те, пурте харăс: вирĕм! тесе, кăшкăрса яраççĕ. Хулăсемпе выляса пĕтерсен, ялта ятлă пулса пурăнса вилнĕ çынсене хываççĕ... Ăна ак çапла хываççĕ: алăк патĕнче сак çине икĕ алтăр лартаççĕ; пĕрин çине сăра хываççĕ, теприн çине кукăль, çăмарта, йăва хываççĕ. Ялти аслă çын ячĕпе пĕрене çумне пĕр çурта лартаççĕ; тата тĕпелтен сĕтел илсе пырса лартаççĕ. Сĕтел çине вара хывма мĕн кирлĕ, çавна пурне те хураççĕ. Кил хуçи хăй пирвай хывать. Сĕтел çинчен пĕр кукăльне илет те, ак çапла каласа алтăр тĕпне хурать: хамăр ялти аслă çынсем, ак сире пĕр кукăль; тытăр уна, хусамăр пĕлнĕ пек уйăрса илĕр, тет. Унтан сĕтел çинчен хуть кукăль, хуть йăва, хуть çăмарта илет те ячĕсене каласа хывать: ак Анчăк Якур, Мĕтĕк старик, Ентĕршке старик, Мишутка пичи, Матер-Ентĕри, Исаку, Тиму(х)ха Ентĕри, Тань(к)ка, Яруша, Уртеми, Микуш, Тетер старик вăйпĕрний; Шуç, Як(к)у тата Тинехпи вахтăр, пурте ывăнта пулччăр, тет. Пĕрне-пĕрне маннă пулсан: ех! тата Утриван шушчăка, самай хаяррине, ял çинче çӳренĕскерне, манса хăварнăç! Эппин ан çилен-ха, ывăнта пултăр, тесе, пĕр татăк татса пăрахать. Эппин пире чипер усрăр, ак çак ачасем, сирĕн авалхи йăлапа усалсене пилеш хулăпе (sic!) хăваласа çӳреççĕ; вăлсене чипер ачаллă-пăчаллă, ывăллă-хĕрлĕ ту. Тата пĕр курка пыллă сăра ăсса илет те, пирвайхи ятсенех каласа хывать. Сăрине хывса пĕтерсен: ĕнтĕ чипер ĕçсе-çисе кайăр, тет. Кил хуçи çапла хăй хывса пĕтерсен, сĕтел хушшине кĕрсе ларать те: ачасем, килĕр муçăрсене таткаласа пăрахăр, тет. Ачасем те çавăн пекех пирвай апачĕпе хываççĕ, унтан сăрапа хываççĕ... Унтан тухса каяс чухне, тавай пилеш хулăсемпе пӳртри çынсене, тумтирсене, вырăнсене: усалли тар, ырри кил! тесе, хĕртеççĕ. Çапла туса пĕтерсен, вирĕм ачасене пĕрер çăмарта, виçшер йăва параççĕ те, вирĕм юррине юрласа туха каяççĕ. Хуçи вара пĕрене çамăнчи çуртана илет те, кукăлч татăкĕпе чăркаса, алтăр çине ак çапла каласа хурать: ак сире çурта, çутса кайма; ан çухат, тет. Унтан ик алтăрне ик аллине илет те, тата тепри ун хыçĕнчен пĕр курка шыв ăсса тухать те, урама юпа кутне кăларса: чипер ĕçсе-çисе кайăр, тесе, тăкать. Уна пыта çисе ярсан: вăл вилнĕ çынсене еççе парать, теççĕ. Ачасем тепĕр çын патне кĕрсе каяççĕ... Пĕр-пĕр вăлсене кĕртмесен, ăна вара тăшман туса, пӳрт кĕтессине хулă вĕçĕсем, йăвасем, çăмартасем чиксе хăвараççĕ. Çапла чиксен, вăл çын патне пур усал юлать те, вăл вара ĕмĕре те ыр курса пурăнаймаçть, теççĕ. Хăйсем кĕмелли килсене çӳресе пĕтерсен, шыв хĕрне вирĕм пăрахма каяççĕ. Ăна ак çапла пăрахаççĕ: хăйсен мĕн пур хуллине пĕр çĕре çыхаççĕ, тепĕр вунă йăва, виç çăмарта çыхаççĕ те: ялти чир-чăр, пур усал сывлăш çак хулăсемпе, йăвасемпе юхса кайчăр, тесе, çав каланисене пурне те шывпа юхтарса яраççĕ те, юрласа тавăрăнаççĕ. Чертаг. Вирĕм мăн-кон каççĕн чопнă.

виртим

неизв. сл. в загадке. Салагаево. Виртим, виртим вири-ял, çавăрăнтăм-пăхрăм — хамăр хал. (Хутăр хутăрни). Правописание сомн.; см. вирттĕм.

вирттĕм

(вирт’т’э̆м), неизв. сл. в загадке. Шорк. Вирттĕм, вирттĕм вире-ял, çавăрнтăм-пăхрăм — хамăр ял. См. виртим.

вус

вос, воз. Шибач. Он пек хитре хĕрĕсем хамăр ялта та восĕпех (целый воз). Кан. 1927, № 212. Хурăн вутти 1 вусĕ — 4 т. те 50 пус. Б. Олг. Каран пыртăм эпĕ, çĕр хĕрĕх пус та çичĕ пус виçкелерĕ пăтăн, вакăн; воспала çĕр хĕрĕх пус та виçĕ пус (по 41 копейке серебром) параччĕ, каярах, воспа йӳнтерех. Микушк. Калаçса, савăнса чарăничченех, тепĕр вус тултарчĕç (денег).

вут çути

зарево. Ч. С. Малтан эпĕ: хамăр çумри кӳршĕсенĕн çурчĕ çунать пулĕ, тесе, — вут çути хамăртан инçе мар пек курăнчĕ те. Альш. Уччилни патĕнче вут çути пур (зарево), тахшине вут хыпнă. || Свет (лампа и т. п. ). Ст. Чек. Майра кайнă чух (уходя) вут çутине сӳнтерсе хăварнă.

вăл

(вы̆л), он (-а,-о). Пшкрт. Вăл винават туса, винаватлă (виноватый). К.-Кушки. Вăл выляса илмелле вылят. Регули 314. Вăл конта чохне эп вĕренеттĕмччĕ. Ib. 1533. Вăл конта чохне çырма вĕрентĕм. Киприан. Шуйттан ăна пит çиленнĕ. О сохр. здор. Ачанăн чĕрнисем вăрам пулсан, эсир ăна касăр, вăл вара питне-куçне чĕркелемĕ. Расск. Иосиф вăл хăй кирек мĕнле пултăр та, çапах та пирĕн тăван-çке вăл. || Тот, та, то; этот, эта, это; такой, такая, такое. Иногда не переводится. Вишн. 64. Вăл сĕт вара, апла йӳçсе кайсан, ачана нимĕн усă та кӳмест, çийĕнчен чирлеттерет ăна. Ib. 71. Вăл пĕвене улăмпа тислĕкпе пĕвелеççĕ. Шорк. Çтаппансен çорчĕ орамăн хăш енче? — Пĕлейместĕп, те ку енче, те вăл (леш, тепĕр, çав) енче. Яжутк. Вăл ятлă (с таким именем) пулсан, кирлĕ мар (ты мне не нужен), тесе каларĕ, тет. Альш. Вăл апла тăваççĕ те, ăна шухăшламасăрах тумаççĕ вйсем каллах. Ib. Ак килсе ӳкĕ кĕлетсем çине, унтан килĕ кунта! тетĕп эпĕ. Вăл кайрĕ вут, кайрĕ вут! Пĕтĕм çулăмĕ курăнат кĕлетсем урлă. Ib. Курăнат тĕл-тĕл купи-купипе ялкăшса, симĕссĕн-кăвакăн çунса выртни: вăл иккен кĕлет пӳлминчи тырăсем çуннă çавăнта. Хыпар № 29, 1906. Хай пĕрре авантарах пăхап, вăл ман пата шуйттансем кĕтĕвĕпĕ вĕçсе килеççĕ иккен. Альш. Нумай пулмас-ха вăл. Это было не так давно. Шаймурз. † Мамăк минтер, тесе, пуçма хутăм, вăл та-ях-та пулчĕ сарă хĕр чĕччисем N. Алăсăр-урасăр кĕпер хыват. (Вăл та пулин тӳшек çитти). Серг. Рад. Вăл вăраха мар. Это не надолго. Янтик. Ăна эсĕ, теççĕ. Говорят, что это сделал ты. Эпĕ чăнах та санăн туррусене салатса, çĕмĕрсе пĕтертĕм; вăлах аван ĕç (это-то и хорошо): хăйсене хăйсем çĕмĕресрен хăтарма пултарайманскерсем, вĕсем епле сана пулăшма пултарĕç? Альш. Ку енчи ялсенче тăранттас таврашĕ йышлах мар вăл. N. Ку вăл аван. Это хорошо. Букв. 1904. Тавлашсан-тавлашмасан та (как ни спорь), ман пекки хамăр хушшăмăрта çук-ха вăл. N. Халĕ аван та, каçа хирĕç каллех пĕлĕтсем туртĕ те-ха вăл (т. е. çанталăк). Беседа чув. 4. Апла юрамасть вăл. Это не годится. Регули 488. Ман атти-и вăл, выртаканĕ? Тот, лежащий там, мой отец?

вăл-ку

то и сё; и тому подобное; что-нибудь (дурное); всяческии. Юрк. Те эсĕ тата ĕлĕкхи пек мана кĕттерсе тарăхтарашшăн-и, ăна-кăна пĕрте хам тĕллĕн шухăшласа пĕлейместĕп. Т. VI. 26. Ĕçлекенсене те вăл-ку усалтан сыхла, упра. Юрк. Аптăранă енне чăвашсенчен те ыйткаласа пăхаççĕ: епле сирĕн хушшăрта вăл-ку илтĕнмест-и? теççĕ. Ib. Хĕрт-сут пăттине ытти чӳксем пек тăву вăл-ку çук. К.-Кушки. Эрех вăл-ку ĕçмес, картла вылямас, чĕлĕм туртмас, пĕр пус укçине сая ямас. Якейк. Ăна ту, кăна ту, лешне ту. Ку килет, вăл килет, çав килет. Ăна итет, кăна итет. СТИК. Пасарта вăрăсене тытнă, темерĕç-и? эс куртăн-а? — Çук, эпĕ пасара кайма карăм та, вăл-ку-мĕн ним те илтмерĕм. Истор. Çыннăн вилесси часах, вăл-ку пулмалла пек çĕрте хĕçĕре-пăшалăра çумăртан ан пăрахар. Альш. Çапла вăл-ку çинчен калаçса килеççĕ (вдуг). Ib. Вершник вăл лаши çимине астăвать, тата тумланнă хĕрĕн мулне: вăл-ку ан пултăр, тесе, астăвать. Ib. Хамăр чей ĕçетпĕр, вăл-ку çинчен калаçатпăр. Регули 26. Вăл-кона (= ăна-кăна) тумалла. Б. Олг. Волатпăр она-кона: эс лепле, лайăх порнатни? Вăл мантан итет (= ыйтать), эп онтан итетĕп. N. Она-кона хатĕрлетĕп. Приготовляю то и сё. Ала 81. Карĕ-карĕ, тет, хай старик, темĕн чухлĕ карĕ ĕнтĕ ку; те пĕр кун, те икĕ кун — ăна кăна пĕлместĕп. Шурăм-п. № 26. Ун-кун (туда и сюда) пахкалап. Ст. Чек. Вăл-ку — кое-что (им. пад. ). Сир. 17. Урампа, пынă чух унăн-кунăн ан пăхкала. НТЧ. Ăна чӳклеме хăшĕ пĕр çулхи пăру, хăшĕ сурăх, пухăннисем хур илсе каяççĕ, ăна-кăна тиркемеççĕ (= без разбора). N. Ăнă-кăна пĕлмесĕр. С. Вăл-ку пор çĕрте (кроме всего прочего), пирĕн пăрçа та çавах нумай.

вăрлаттар

понуд. ф. от гл. вăрла. N. Хамăр сисмесĕр хамăра вăрлаттаратпăр: Ipsi nobis furto subducimur.

вăрлăх кăларни пăтти

назв. моленья. С. Алг. Вăрлăх кăларни пăтти. Çур-кунне вăрлăх кăларни пăтти. Хамăр чĕлхепе турра асăнатпăр. Эй турă, пар! Пĕр пĕрчĕ акса, пин пĕрчĕ пулма пар. Тĕпĕ хăмăш пек пултăр, тăрри чакан пек пултăр (после приписано: пĕрчĕш пăрçа пек пултăр), çырлах. Амин.

элекĕç

(эл’эг’э̆с'), клеветник. Клеветничество. Сред. Юм. Элекĕç — клеветник. Сир., 53. Элекĕç этем, ик чĕлхелĕ этем ылханлă пулччăр. Истор., 226. Вара ĕçлесе тăранма ӳркенекен çын ялан элекĕçпе тăрана пуçланă. Апок. Пирĕн тăванăмăрсен элекĕçне, хамăр Туррăмăр умĕнче вĕсем çинчен çĕрĕн-кунĕн элек панăскере хуса антарнă.

ерет

(эрэт, эрэт’), ряд. порядок. См. ĕрет. Алдиар. Акăш-макăш чаплă тумланса çӳрет, ним еретне пĕлмесĕр. Ытти çынсенчен акăш-макăш чаплă тумланса çӳрет. Ч. С. Хамăр хыçри ерет çунать-мĕн. Альш. Хăй еречĕпе иртĕ-ха хăех ерипе (о болезни). Аттик. Вĕсем, ялăн пĕр вĕçĕнчен пуçласа, тепĕр вĕçне çитиччен, еретне пуçтарса çӳреççĕ. Альш. Эсĕ улăм айне кĕрсе вырт, шатăртаттарнăçемĕн шаларах кĕр; сурăхсем еречĕпе çисе пырĕç, тесе. калать, тет (лисица). || Оспа. Г. Т. Тимоф. Пĕрин куçне темĕскер тăрăннă е çапăннă, тепĕрин «хăй еретĕнчен пулса юлнă» (чечекрен), тата тепĕрин шывланса пиçсе тăрать. || Прозвище мужчины. Сред. Юм.

ыр-хаяр

(х̚аjар), назв. духов. Аттик. Çĕрле çӳрекен ыр-хаяр, кăнтăрла çӳрекен ыр-хаяр, çакна ĕççе-çисе кайтăр. (Из наговора против «лăп-лап). Цив. Е... ха... мĕн!!! ыр-хаяр çакланнă-çке-мĕн сана! (Из записи А. Етрухина «Чăваш чирĕ», 2) Следующий отрывок взят из не оконченной рукописи М. В. Шевле «Авалхи чăваш ялисем» (1907 г.). Авалхи чăвашсем, Христос тĕнне кĕнĕ пулин те, хăйсен тĕнне хытă тытнă, ăна халĕрех-çих пăрахнă. Авалхи чăвашсем ĕненнĕ тăрăх пĕрех турă пулман, вĕсен турăсем тăхăр ушкăн пулнă, кашни ушкăнĕнче тăхăршар турă пулнă. Вĕсем пурте пĕртан пулман, первайхи ушкăнрисем аслисем пулнă, иккĕмĕш ушкăнрисем кĕçĕнтереххисем, виççĕмĕш ушкăнрисем тата кĕçнерехисем пулнă, такки çапа еречĕпе пынă. Тăта кашни ушкăнра уйрăм асли пулнă, ун хыçĕнчен кĕçнерехисем пулнă. Çапа ĕнтĕ пирĕн авалхи чăвашсен турăсем тăхăр ушкăн пулнă, кашни ушкăнĕнче тăхăр турă, мĕн пурĕ 81 турă. Вĕсен хушшинче аслисем, кĕçнисем пулнине астусан, вĕсем 81-те турă пулман пулмалла, вĕсен хушшинчен нăмайĕшĕ святой пеккисем, ангел пеккисем-çих пулнă пулмалла, анчах ĕлĕкхи вавашсем вĕсене пурне те пĕрле турăсем тенĕрен, эпир те турăсем тейĕпĕр. Кашни туррăн хăй пăхса тăракан япала пулнă: Акă вĕсем: 1) Таса пĕр турă, пуринчен асли. 2) Пӳлĕхçе, пĕр турăран кĕçни. З) Тур-Амĕш. 4) Пихампар, пĕтĕм çынсене пĕлсе тăракани. 5) Хĕрлĕ-Çыр пĕртак пурнарахпа Св. Николая пĕлтернĕ, ĕлĕк тем тăвакан пулнă, паллă мар. 6) Çĕр-Йыш. 7) Çĕр-Ашшĕ. 8) Çĕр-амĕш. 9) Çĕр Сулу, çĕре сулса парсан илекени. Кама та пулин çиленсен, илĕ вăрççан, таса çĕрте вăрçнине каçар, манан (siс!) ан шыра, çавăнтан кайса шыра тесе тухса çăнăх вĕçтернĕ. Иккĕмĕш ушкăнĕ. 1) Ывăл-хĕр çуратакая турă. 2) Ывăл-хĕр çуратакан амĕш. З) Ывăл-хĕр çуратаканăн Пӳлĕхçи, тоже пĕлсе тăракани. 4) Хунхаççи (так и в черновике рукописи), ӳсен япаласене хуяаттаракани пулнă пулмалла. 5) Хумхаççи, хумхантарса лартакани. 6) Вĕри хĕвелтен сыхлакани. 7) Çил-ашшĕ. 8) Çил-амĕш. 9) Тăвăл çил çӳретекени. Виççмĕш ушкăн. 1) Тыр-пул çуратакан турă. 2) Тыр-пул çуратакан амĕш. 3) Тыр-пул çуратакан Пӳлĕхçи. 4) Выльăх-чĕрлĕх çуратакан турă. 5) Выльăх-чĕрлĕх çуратакан амĕш. 6) Выльăх-чĕрлĕх çуратаканăн Пӳлĕхçи. 7) Вĕлле хурт çур такан турă. 8) Вĕлле хурт çуратакан амĕш. 9) Пӳлĕхçи. Тăваттăмĕш ушкăн. 1) Хăмла хăпартакан турă. 2) Хусанта аслă алăкра выртакан ырă. З) Сĕвере выртакан ырă. 4) Шупашкарта выртакан ырă. 5) Аслă (илĕ кив) киремет. 6) Аслă Киремет Ашшĕ. 7) Аслă киремет Амĕш. 8) Аслă киремет хаярĕ. 9) Тӳр-кĕлли. Хусанти, Сĕвери, Шупашкартн ырă, тесе, святой ӳчĕсене каланă пуль. Киремет тесе çынна тытса хутлакан турра каланă, вăл пит усал пулнă, ăна тул çăнăхĕнчен сарçупа çăрса юсман туса панă. Киремет хаярĕ, киремечĕ хушсан, пырса хутлакани пулнă. Тӳр-кĕлли тоже çавăн майли пулнă. Пиллекĕмĕш ушкăн. 1) Çĕнĕ киремет. 2) Çĕнĕ киремет ашшĕ. З) Çĕнĕ киремет амĕш. 4) Çĕнĕ киремет хаярĕ. 5) Çил çунач. 6) Çил хаяр. 7) Хĕвел ашшĕ. 8) Хĕвел амĕш. 9) Хĕвел çунач. Улттăмăш ушкăн. 1) Çĕр-шу кĕтен. 2) Уй пăхакан. З) Шыв вăтăш. 4) Итем сыхчи. 5) Хĕрт-Сурт. 6) Турă умĕнче çӳрекен. 7) Хĕрлĕ-Çыр ырри. 8) Кĕлĕ алăк умĕнче тăракан. 9) Кĕлĕ алăк уçакан. Çиччĕмĕш ушкăн. Ку ушкăнта таврари ырăсене асăннă, çавăнпа эп кунта хамăр таврари ырăсене çырап. 1) Хыçалти Аслă ырă. 2) Юнсарти ырă. 3) Шултрари ырй. 4) Уй пуçĕнчи ырă. 5) Кив масар. Кив масар тесе Йĕршер панчи, тĕне кĕмен чăвашсене чикнĕ масара калаç. Вăл масар халь те пур, унта вилнĕ çын тăпри çине лартнă тем пысăкĕш чулсем халь те мăкланса выртаç. Çав чулсем айне тухатакан çынсем, çӳçсем, кĕпе çухисем вăрттăн касса, тата урăх япаласем те пуçтарса кайса чикеç, теççĕ юмăç карчăксем. Таврари ырăсем тесе вак-твек турăсене каланă. Вĕсене парне памасăр юраман, вĕсем парне памасан çулта-йĕрте вĕсен тĕлĕнчен иртсе кайнă чух хăратса çынна чирлетме пултарнă, парне ларакана тĕрлĕ усалтан сыхланă. 6) Аслă-Вупкăн, выльăхсене пăхса тăнă. 7) Арçӳри. 8) яхăх (ярăх?), кĕсен-çăпан кăларакани пулнă, ăна воздушный (хĕрлĕ пилĕклĕ) пренĕк пăрахнă, хĕш-чух çуршар, чĕрĕкшер пуслăхсем или нухратсем парахнă. 9) Турă-Сулу, турра сулса панине илекен. Саккăрăмĕш ушкăн. 1) Чĕлпĕр тытакан. 2) Итем перекечĕ. З) Уй перекечĕ. 4) Перекет амĕш. 5) Перекет ашшĕ. 6) Перекет паракан. 7) Шултра алапа шыв ăсса килекен. Чӳк тума хур или путек пуснă. Пусас япалана малтан шыв сапса силлентернĕ, силленет пулсан, Ырă ăна пахил илнине, силленмес пулсан, пахил илменине пĕлтернĕ. Силлентерме сапакан шыва Шултра-алапа шыв ăсакани илсе пынă. 8) Тăваççи. 9) Тăтхаççи. Ку кайранхи ик ырă мĕн тăваканисем пулнине юмăç карчăксем те пĕлмеç. Тăххăрăмĕш ушкăн. Ку ушкăнти турăсем мĕн-мĕн ятлисене, вĕсем мĕн япаласене пăхса тăнисене пĕлекен çынна эп ку таранччĕн тĕл пулман-ха, çавăнпа вĕсем çинчен нимех те калама пуятараймастăп. Хам шухăшпа ку ушкăнта тĕрлĕ лăп-лапсене, кăçта килчĕ унта, пахчасенче-мĕнте пулнă йăрăхсене, киреметсене, ар-çӳрисене, ячĕсене каласа асăннă пуль, теп. Авалхи чăвашсен праçниксем те хальхисем пулман. Мун-кун та аслă кĕçнерни кун пулнă. Кашни эрнере вĕсен пĕр праçник пулнă эрне кун, хальхи вырсарни кун вырăнне. Тата чӳксем пулнă. Ак вĕсем: Тăхăр хуран, Çӳлти кĕлĕ, Вăрăм пăтă, Çич кас масарпе аснакан чӳк, Çĕнĕ-тыр-пул чӳкĕ, Хĕрт-сурт пăтти, Сăра чӳк, Вупкăн çӳк, Çăмăр чӳк. Авалхи чăвашсен хальхи поптавраш вырăнне кашни ялта, тĕрлĕ чӳк йĕркисене пĕлекен çын пулнă, ăна чăваш мулли тенĕ. Чăваш мулли ахал, çынах пулнă, ăна никам та суйламан, кам кĕлĕ-йĕркисене лайăхрах пĕлнĕ, çав мулла пулнă. Мулларан урăх, кĕлĕ йĕркисене пĕлекени юмăç карчăксем пулнă. Вĕсем çын чирлесен чӳксем тунă, арçӳрисене çакăр тураса пăрахнă, тухса киреметсене, йăрăхсене сулнă. Вĕсем уншĕн укçа е пĕр пĕр япала илнĕ. Чӳк тунă чух малтан алăка уççа, алăк'' патнелле пахса пĕтĕм турра асăннă. Мулла, калпакне хул-айне хĕстерсе, аллинче çимĕç тытса тăнă, унпа пĕрле ыттисем те хĕш чухне мĕн çимĕс те пулин тытса тăнă. Алăк патнелле пăхса кĕл туса пĕтерсен тин тур кĕтессинелле пăхса сăх сăхнă, унччен сăх сăхман.

ырçалатса

целыми кузовьями. Шайм. Хамăр савнă туссем аса килсен, ырçалатса тухать куç-çулĕ.

ыткăн

(ыткы̆н), то же, что ывăткăн. N. Кашкăр ыткăна пачĕ. Волк бросился бежать. Изамб. Т. Хĕрсем ыткăнса çӳреççĕ (ходят гоголем) IЬ. Лаша ыткăнса пырать (бежит быстро, свободно). Букв. 1904, I. Унччен те пулмасть, пĕр арăслан сиксе тухать те, ыткăнать пăлан çине. Пазух. † Сирĕн кӳлнĕ лашăр çĕмĕрт-хура, халь ыткăнĕ эпир те ларсассăн. Ст. Дув. † Ыр ут килет ыткăнса, ырă урхамах йĕрĕпе. Альш. † Ыткăнса утса пынă чух ылттăн шăрçанăн курăнаттăн (тантăшçăм). (Из «хĕр йĕрри»). Янтик Б. † Пахчи — пахчи пан улми чи тăрринчи сар улми; самай татас тенĕ чух, ыткăнайрĕ-каяйрĕ (отлетело в сторону). † Хамăр ял кĕперĕ ылттăн кĕпер, — епле ыткăнса каçам-ши? Шурăм, № 6. Никамран хăрамасăр ыткăнатăп (устремляюсь, кидаюсь). Собр. 327°. Улăхаяттăм çӳл ту çине, ыткăнаяттăм (устремился бы) уртăш йывăççи çине. Уртăш йывăççин мĕн хуйхă? Амăрт-каяк лармас, çав хуйхă. Альш. Ыткăнса утса пынă чух, ылттăн шăрçанăн курăнатăн! N. Шыв ыткăнать-кăна: çул çине мĕн лекнĕ, çавна илсе каять. Чебокс. Ылттăнпала ыткăнмалла выляма. (Смысл непонятен). Альш. Ытканас (возноситься, гордиться) мар: ылттăнсем пур, тесе; хурланас мар: телейсем çук, тесе.

ытла

(ытла; в Якей. произносят итла), лишвий. С. Мокш. Çак пӳртре мĕн ытла? (Çӳпĕ ытла). Что в этой избе лишнее? — Сор. (Заг.). С. Тим. Ах, аттеçĕм, аттеçĕм! хĕр ĕмĕрне пурăнтăм, ытла сăмах пулчĕ пуль, — каçар ĕнтĕ çаккăнта! (Хĕр йĕрри). Якей. Мăкăнь чечек хĕрлĕ чечек, хăшĕ шопка вăл ытла (лишний), — эпĕр хамăр çанашкал. Ст. Чек. Çавра кӳл варринче тĕм тупăлха — хăшĕ-ех те шупкка, çав ытла; эпĕр виççĕн-тăваттăн пĕр тăван — хăшăмăр телейсĕр, çав ытла. Ч. Й. Аттеçĕм те аннеçĕм! Ху çуратнă чунă (ваше дитя) хăшĕ ытла? Хăшĕ телейсĕр çав ытла (лишнее). N. Ытла пулсан, ура айне тăвăр. Если лишнее, бросьте нод ноги (растопчите). Сред. Юм. Ытла сăмаха хамăртан, ачасĕнчен, атте-аннерен полсан та, Тôр каçартăр. (Произносят во время молитвы). Т. VI. 1. Ытла чĕлхерен.... сыхла. Спаси нас от излишних речей (т.-е. от нашей собственной болтливости. Моленье). Бижб. Эпир иккĕн-виççĕн пĕр тăван, хăшĕ телейсĕр, вăл ытла. Альш. Çеçен хиртен мĕн ытла? — Шур тăрăлă чечек ытла (лишний). Атте-аннерен мĕн ытла? — Пĕве çитнĕ хĕр ытла (дишнйя). (Хĕр йĕрри). † Çеçен хирте мĕн ытла? — шур тăрăлă чечек ытла, атте килĕнче мĕн ытла?, — пĕве çитĕннĕ хĕр ытла. † Ушкăн-ушкăн тупăлха, — хăшĕ шупка вăл ытла; эпĕр иккĕн-виççĕн пĕр тăван, хăшĕ телейсĕр, вăл ытла. † Атте-аннерен мĕн ытла, ман çамрăк пуç — çав ытла. || Слишком. Особенно. Якей. Вăл ытла начарах та мар, теççĕ. Он не слишком беден. Рег. 1414. Ытла эсĕ мохтаватăн. Старак. Эс ытла та-çке! Ты уж слишком! (т.-е, допускаешь лишнее, хватаешь через край, вольничаешь). Собр. 327. Çынна ытла ан кала: Турă парсан, ар пулĕ. Не хай человека: он, бог даст, выростет мужем (т.-е. настоящим мужчиною, как надо быть). Собр. 315. Çынна ытла ан кала, хăна лекĕ. (Посл.). Орау. Ытла тем-те-пĕр хăтланать. Выдедывает весьма разные безобразн. вещи. Старак. Эс ытла та чĕре (ч’э̆рэ) кĕрсе каятăн-çке! Ты ищешь повода к ссоре. Старак. Ста каççа кас (каяс), ытла шыв, ора йĕпенет! Как тут перейти, уж очень много воды, промочишь ноги! Сборн. † Йывăçран тӳмме касса тума, эпир ытла платник мар (мы не настоящие мастера). IЬ. Ытла! Нет, брат, дудки! (больно ты хитёр, меня не заманишь!). † Хăр саврăр та, хăр кайрăр — ытла пулчим сарă ача? Объясняют так: «разве очень по вкусу пришелся (или: люб пришелся) русый парень?» N. Çульçă вăйлă çунатчĕ, эпир вара ытлах та (особенно) хĕпĕртетпĕр. || Излишествующий. Н. Леб. Йăнăш пултăм чĕлхерен, ытла пултăм куркаран. Я стал ошибаться в речах, я перехватил лишнего в ковшичках. II Больше. ДФФ. Пилĕк килтен ытла мар. Не более пяти домов. IЬ. Çур ял ытла. Больше половины деревни. IЬ. Ĕçкĕ тусан, пирĕн пата хĕрĕхшер мăшăр ытла хăна пыраччĕ. Рег. 1415. Вăл пире контан ытла (больше этого) ĕçлеме (тума) каламарĕ. Собр. 306°. Ылттăнăм çук, кĕмĕлĕм çук, сиртен ытла савнă çыннăм çук (нет человека, более любимого, чем вы). Изамб. Т. унăн куçĕ ĕне жуçĕнчен ытла мар (не больше). О сохр. зд. 54. Вир кĕрпи ытти кĕрпесенчен начартарах; çавăнпа ăна пăтăран ытла яшка çине яраççĕ (больше в похлебку, чем в кашу). Завражн. Воннă çиччĕрен виççĕ ытла. Десять больше семи на три. Юрк. Вăл вилсен, панккăра унăн çĕр пин ытла укçи юлнă (больше ста тысяч рублей). Орау. Çавăн чухнехинчен ытла. Больше, чем тогда. Ядр. Хунар ăшĕнче çуртаран та ытла çутатса тăрать, тет. Орау. Унта пĕр пилĕк çухрăм ытла пулĕ-ха. Наверное, туда больше пяти верст. Аттик. Учӳк чухне пĕр çур ял та ытла каять пулĕ, ӳчӳк çиме. Юрк. Вăйлă туйра вунăшар тăрантас та ытла пулать. N. Пирĕн ял пуçланни ĕнтĕ виçĕ çĕр çул та ытларах, теççĕ (побольше, чем триста лет). Пирĕн ял пуçланни икçĕр çул ытларах, тесе калаççĕ ваттисем. Стеф. Пиртен пĕр пилĕк çĕр çул ытларах ĕлĕк. Хып. 06, № 28. Сăмахпа пурне те тăваççĕ, ĕç тăва пкçласан вĕсем ытларах хăйсем çинчен тăрăшĕç. || Лучше, дороже, труднее Ман кунтан ытла (лучше этого) сăмахăм çук; çитмен пулсан, çитерĕр (добавьте), ытла (лишнее) пулсан, каçарăр (простите). Тимĕрçен. Вуниккĕн те явнă чĕн пушă-аври патĕнчи чĕнĕ, çав(ă) ытла. Пирĕл атте-анненĕн мĕн ытла? Вунçиччĕри хĕрĕ, çав(ă) ытла (лучше, дороже всего). Д. Бюрганский. Пире вăл та темĕнтен ытла. Для нас и это весьма дорого (важно и пр.). Алешк. Сапл. Кĕске утăсене çуласси, çулассинчен ытла (труднее) пухасси; хамăр тăвансене курасси, курассинчен ытла (дороже) калаçасси. Альш. Атте-аннерен мĕн ытла (дороже)? Пĕве çитнĕ хĕр ытла. || Ытла! Не может быть! КС., Курм. и др. || Очень, весьма, совсем. Юрк. Эсĕ, чăнах, пĕр-ик хут вуласан, ытла аванах вулăн (будешь читать совсем хорошо). Ист. 153. Ытла аван пурăнананскер пĕр чирлемесĕр-тумасăр вилнĕ. || Иногда, повидимому, употребл. вместо «ыт», в смысле: если вдруг... Качал. Хĕре калать Йăван: пыйтă пăх-ха, тит; ытла çывăрса кайсан, сылтăм ураран атă хывса виççĕ чыш (тит).

ытар

(ыдар), найти в себе достаточно сил и решимости, чтобы отказаться от увлечения, обладания или наслаждения предметом. Ольга. Вара вăл, ăна ытараймасăр, хăй валли качча илнĕ. N. Хĕри-пăраç çине (на девиц) ытараймасăр пăхса ан тăр. Хурачка. Ытармалла мар чипер, обворожительно красивый. N. Ах, аттеçĕм, аттеçĕм! Хура халăх кӳртетĕп (надо: кӳртетне), картишне тултаратна? Хĕрме, ытарăпин, ытарăн, кăна ытараймăн, терĕн пуль. Тур урхамах кӳртетне, картишне тултаратна? Ах, аттеçĕм, аттеçĕм! Хĕрме, ытарăпин, ытарăп, кăна ытараймăн, терĕн пуль. (Из «хĕр йĕрри»). N. Çавăрма çук сылтăм аллăма, ытарма çук савнă тусăма. (Из «хĕр йĕрри»). Буинск. Улăхранта улпут, аЙ, тухаймасть, улăх улмисене ытара (надо: ытарса). Ч. Й. Çак тăвансем кунта килсен, ытарса яраймасăрах, каç турăм. Собр. 31. Çын кăмăлне ытараймасан, хăйне явăр пулнă, теççĕ. N. † Ылттăн укçа памасан, ытармастпăр аппана. Альш. Иç килмĕттĕм çак киле, хамăр тăван йыхăрать, ытараймăн (надо: ытараймăп?) тăван кăмăлне. Ах, аттеçĕм, аннеçĕм! Хура халăх кӳртетни, карту ăшне тултаратни? Хĕрне: ытарăпин, ытарăп, кăна ытараймăп, терĕн пуль. (Хĕр йĕрри). Шемшер. † Порохотпа порохот хирĕç полсан, ытарими-ытарими кăçкăраççĕ; тӳр хĕрĕпе тӳр ачи хирĕç полсан, ытарими-ытарими поплеççĕ. Дик. леб. 48. Патшанăн ытарма çук илемлĕ пӳлĕмĕсенчен Елисана чĕрĕ (siс!) çĕр пӳрте кайса хупнă. Юрк. Кăмăлне килнисене, ытараймасăр, пĕр-ик хут та вуласа пăхнă. † Ытарайми тăвансенчен епле ытарса каям-ши? Ст. Дув † Тăванăм, тăванăм, тав сана, епле ытарам эп сана? Кубня. † Ик аллăмра икĕ кĕмĕл çерĕ, кăшне кăна ытарса кăшне хывам-ши? Ялта-кăна икĕ савнă тантăш пур, кăшне ытарса, кăшне каям-ши? Чур.-к. Ах, вăрман, сĕм вăрман! ытармалла мар сана, пытармалла сан мана. Сред. Юм. Ытла пит ытарайми (обворожительная) хĕр те мар-çке çав — аптратнă çавна илесшĕн! Юрк. Вĕсене курсан, хам та, алăри ача пек, темĕн тĕрлĕ савăнса, ытараймасăр, тăраниччен калаçаттăм. Ст. Чек. Ытарма çук аван! «До беспредельности хорошо!». Сир. 82. Эпир турă ĕçĕсене вут хĕлхемне курнă пек анчах куратпăр, çапах вĕсене пăхса ытарма çук. СПВВ. Х. «Ытарас, ытараймас». Срв. ыт, ытă. Т. М. Матв. Тав сана! — Ытармалла мар сана!

и

(и), вопрос. частица. Иногда энклит.: ли. Ставится после всех частей речи. См. а, е. Рег. 491. Вăл туса-и, пичĕш туса-и кона? Рег. 492. Вăя сана хăва (=сам) пачи кона? Он тебе это сам дал? Рег. 493. Эс пырса-и, вăл пырса-и? Рег. 494. Вăл тури (= турĕ-и) кона (ку портаврине)? Рег. 495. Вăл туса-и? Рег. 487. Шув-и ку? Онни (онăн-и) ку? Сумар-и вăл? Пусăк-и? Букв. 1886. Ĕлĕк хама вăрланă чухнехи аса килмерĕ-и-ха? тесе калать, тет, карчăк. Рег. 1430. Эп кайса пăхам, килте-и, кияте мар-и вăл. Рег. 1432. Кайăпăри, йолăпăри, пĕлместĕп эп халĕ. Рег. 1437. Кили, килми? — Эп онтан итрĕм, килет-и, килмест-и, тесе. Сред. Юм. Эп пĕлмесп-и? Я не знаю ли? Ст. Чек. Эс-и ку? 1. Неужели это ты? 2. Это ты? IЬ. Эсĕ-ччи унта? Разве там был ты. Беседа чув. 13. Те кам та пулсан çилентернĕ сана, е арăмупа вăрçнă-и эсĕ? Орау. Пулăшăн-и? (Юрк. Пулăшăн-а?). Поможешь-ли? Чебокс. Атте, вăрмана кăмпа пуçтарма каям-и? — Кай, ачам (позволение). Ч. С. Эпир, ана çине çитсе, вуншар кĕпте выртăмăр-и, выраймарăмăр-и — хĕвел анăçĕ енчен хуп-хура çумăр, хăрушă аслати авăтса, киле пуçларĕ. N. Улпучĕ тухрĕ, тетте: мĕн пăхатăн чăваш? тесе каларĕ, тет. Лешĕ: пăрçа пит аван санăн, Ваше Высокородие; çавна пăхмастăп-и-ха эпĕ? (вот я на него и смотрю) тесе каларĕ, тет. || Или — или; ли — ли; то-то. Юрк. Вир кĕрпинчен-и, хура-тул кĕрпинчен-и, пăри кĕрпинчен-и, чăваш арамĕсем пăтă пĕçерсен, çисе тăранма хал çук. Елш. Пирĕн ялтан Куславккана çич çухрăм-и, тăххăр-и хисеплеççĕ. Рег. 1431. Паян-и, ыран-и полĕ (хатĕр). Орау. Николай Иванович! Эпĕ килтĕм те, сире вăратса кĕрес мар, терĕм; халь N. патне-и, ай мăнастире-и каяп-ха. Петĕр. Рег. 1435. Паян поли (= полĕ-и) хатьăр, ыран поли хатьăр. Рег. 1434. Сотăп-и, хам пусăп-и (сотăпри, хамăр пусăпри). Рег. 1436. Вăл хорт картинче поли, ойра поли. С. Йор полĕ-и, çомăр полĕ-и, полатех паян. С. Ларать-и, тăрать-и, выртать-и, пĕре те тӳр (спокойно) тăма пĕлмеç. Ку ачан пĕре те тирпейĕ (порядка) çок: макрать-и, колать-и; вăрçать-и. Орау. Хуннĕмсем янă пуль-и (= либо), пĕр-кун пĕр уччиттĕл килсе карĕ, укçа ярас терĕ, — çав янă пуль-и. Сборн. Пăвăрлă лаши сĕлĕ çимест. Çийĕчи та, çимĕчи, пури тĕпĕ яка пулĕ. Исх. ХХI, 31. Ывăлне сĕксе вĕлерет-и, хĕрне сĕксе вĕлерет-и (сына ли забодает, дочь ли забодает), ăна çав закон тăрăхах тумалла. || В особом значении. См. «Оп. иссл. чув. синт. II, 146 след. Т. VII. Тархасшăн патакма пăрахса хăварсам-и. Собр. 253. Ачам, сана мĕн парам-ши? Виçĕ ял çинчи сарă каччă сана халал, ай, пултăр-и. Тимерс. † Атьăр, каятпăр-и, каятпăр-и, кĕмĕлтен те кĕпер саратпăр-и? † Пиллĕрсем-и, атте, пиллĕр, анне. Шелепи с. I, 15. Ыр вут ама, вут амăш, ху вутна ху чарсам-и! Ырă турă Пӳлĕхçĕ, пĕр ху анчах çăлсам-и! || Иногда — без вопросительной интонации. Çур-çĕре çитейĕпĕр-и. Не знаю, доедем-ли к полуночи. Якейк. Эп вăйлă полам-и, сана ним вырăнне те хорас çок! Ах, если-бы я был сильным, я бы тебя ни во что не ставил! || Кажется; как будто. Орау. Эс çапла каламарăн-и? Кажется, ты сказал так? || Выражает неуверенность, незнание. Орау. Шр мă-ăнтăр учительница пурччĕ те, каять-и-ха, каймаст-и, мур (не знаю, уйдет-ли с места, или нет). N. Тепĕр писмине карточкапа пĕрле ярса поли. Не знаю, удастся-ли послать следующее письмо с карточкой. || Поди как. Сред. Юм. Эрне çукаланать-и. Поди как, чай, теперь лакомится. Эрне тĕпĕртетеççи иккĕш. Ерехетленсе ларать-и. Поди, чай, как довольствуется (наслаждается). || Авось. Орау. Кай-ха, пами (т.-е. авось даст). IЬ. Кăçал юр хулăм ӳкрĕ, çула хирте турă пами (авось не даст-ли бог урожая). || Орау. Сысса хурам! На... ть мне! IЬ. Сысса хурам-и! Вот еще!... на...! Оба выраженил означают нежелание сделать что-либо. || IЬ. Çĕр çăггăр-и! — Мур çитăр-и! — Сысса хăварам-и! Все эти выражевия означают: «а чорт мне с ним!», «ну его к чорту!» и пр.

ил

(ил'), брать, взять; покупать, купить; снять. Ст. Чек. Пыл исе каяççĕ те, лере çăлран шыв исе, шĕветеççĕ. Рег. 96. Она исе каяссише исе кайман, орăхне исе кайнă. Взял не тот, который было надо взять, а другой. Вишн. 72. Вĕсем (воды) хăйсемпе пĕрле çĕр витĕр аннă чух тислĕке те илсе кĕреççĕ те, часах çав ăшăк пусса пухăнаççĕ. Хып. 1906, № 5. Кам илес тиекен илтĕр, манран илсе пулас çук, тет аслашшĕ (т.-е. я не могу купить). И. И. Орлов. В Ракове «илсе кайма кайĕ» = «илсе кайин». Тогаево Покр. Витресем порте мончара, кайса илесси терĕç. Орау. Лаши мĕн пур вăйĕпе чупса пычă чухне салтакки пĕшкĕнсе аллипе тăпра иле-иле пырать. Орау. Пĕри ман хушамата илнĕ (выбрал себе взамен своей мою фамилию). К. С. Эпир кăçал хĕлĕпех тырă илтĕмĕр (покупали всю зиму). Хып. 1906, № 28. Кама, мĕн те çĕр хуçине тӳлес? Кам хăй укçалла илнине кăтартĕ, ăна тӳлесен те юрать. Ст. Шайм. Ача: лешсене илнине кăна илĕпĕр, тет. Парень говорит: «Если уж те вещи сумели взять, то эту возьмем». Ист. Олег çапла тапăна-тапăна Чернигова туртса илнĕ-илнех (все-таки взял.). Чураль-к. † Авăн çапнă укçапа илсе ячĕç ка... на (cunnum). НАК. Ачанăн ашшĕсем ачи илес (scr. исел) тенĕ хĕре илес тесен, евĕч хĕрĕн ашшĕсене калаçтарма каять. Юрк. Шалуннине те чиперех илекен пулать (стад получать порядочное жалованье). Толст. Вĕреннĕ çын арăмне килне илсе кайрĕ, тет, вĕренменнине çавăнтах патакпа çапса илчĕç, тет. Толст. Вăл укçапа пĕр чăхă илсе ярать (на эти деньги покупает). Якей. Сарă вăрăм хĕрсене илессӳ çок (если не хочешь взять), ма астарас? Ирть-х. Вăл Атăл илчĕ он чохне, латти полмарĕ, окçи пĕтрĕ. Он тогда снял (с торгов) Волгу, но толку не вышло, а деньги ушли попусту. Рег. 1086. Ик кĕрĕк илме окçа патăм. Орау. Хам укçана илимарăм (или: кăларимарăм). Я и своих денег не выручил. СТИК. Çук, мĕн улмине калан! Илех тăратпăр та, ăçтан пултăр! Где уж тут в целости сохраниться яблокам, когда дня не пропускаем, чтобы не поесть яблоков. О сохр. зд. Вара пичĕ (наволочка) варлансан ăна час-часах илсе (сняв) çума та пулать. Рег. 1508. Вăл сана парсан, ил (возьми). Букв. 1908, 17. Аллусене ил (отними, возьми), мана сывлама йывăр. Бес. о земл. Малтанхи çуркуннехи сухапа тĕплĕрех тăвас пулать, суха кассисене (борозды) кĕçĕнрен илес (провести) пулать. † Илес-илес илесех, аваннинех илесех (невесту), хамăр ялтан илесех. Т. Исаев. Эй турă, тăхăр çулччен тырă-пулă акса туса илтĕмĕр, тăхăр çул хушшинче лайăх та, начар та тырă пулчĕ, эй турă, тата тепĕр тăхăр çулччен тырă-пулă лайăх пулма парччĕ. Т. Исаев. Çапла пĕр кун ятне илер-ха (возьмем, для примера, название одного дня). Цив. Каçпала пĕр çĕрĕк çăпата илсе кĕреççĕ. Букв. Пирĕн ялта пĕр çын пасартан сӳсмен илсе тавăрăннă тет. Шорк. Исе-исе лайăхрах атă илес. Если уж покупать сапоги, то надо купить получше. СТИК. Çĕр-улми илмелле кĕреп те туртап (чĕлĕм). Спускаюсь в подполье, как будто за картофелем, и курю. Рег. 500. Эс исе, эп илтĕм. Ч. С. Вăл вилеччен виçĕ çул малтан пĕр Çатра-касси çынинне тырă çинчен утне тытса хупнă. Ăна ахаль паман, виçĕ тенкĕ укçа илсе юлнă. Сборн. мол. 14. Вăл чура сăнне илсе, этем пек пулса тĕсĕпе çын евĕрлĕ пулса, хăйне хăй кĕçĕнлетнĕ. ССО. Илсе килтер, велеть привести. N. Египет çынннсем çине тинĕсе илсе пырса, тинĕс шывĕ айне турĕ. Шихазаны. Илсе ярас (купить) эппин пĕр сурăх, терĕç. Альш. Унта ахăл-ахăл тăваççĕ (молодежь): вĕсене хирĕç вăрманĕ янраса тăрать, сассисене илсе... Хып. 1906, № 27. Çапла ĕнтĕ ун пек патшалăхсенче халăх суйласа янă çынсем закон еркисене пăхса тăраççĕ, патшалăхри пайтасене, расходсене хисеп илсе тăраççĕ. Рег. 872. Порте илчĕç ĕçлĕксене (поç çинчен). К. С. Илмеллех ил, совсем взять. || Взять замуж. Никитин. Мана Хомок илмере илме (чит.: илмерĕ, илмерĕ) — курĕ-халĕ нушнине, курĕ-халĕ нушнине. Чураль-к. † Ялти маттур сар хĕрсене илме тăртăм, çул çитмест. Т. М. Матв. Илнĕ лаша ăнмасан, çулталăка хуйхă; илнĕ арăм ăнмасан, ĕмĕрлĕхе хуйхă. Ст. Айб. † Вĕтлĕх çулчи кĕл пулмĕ, пирĕн (чит,: пире?) илен хур пулмĕ. Изамб. Т. Эпĕ ун пек (такую) арăм илес çине (чтобы взять) авланмастăп та, теччĕ. Тăвйп. Иван вара урăх начартарах, çук çын хĕрне аран илсе янă. † Пăхса хонă сар хĕрне илсе яма (взять за себя) полмарĕ. || Взять на военную службу. Урмай. Нурăс кулачи шур кулач; илес тесе карăм та, хамăра илсе пăрахрĕç. (Из солд. п.). || Стричь. Сред. Юм. Кам сана тутар пик илсе янă? Чирикеево. Çӳçне нумай илмен, кăшт-кăна кăрăхтарнă. || Оказаться в состоянии стронуть с места, свезти (о лошади). Изамб. Т. Мăклă лавсене лашасем çиле хирĕç ниепле илеймеççĕ (не могут везти). Букв. I, 1904, 71. Хайхисен лашисем харăс илсе, шыв пек кайнă. N. Утсем илеймерĕç. Лошади не взяли. || Заливать, понимать (о воде). Якей. Пилĕк таран шу илч (затопила), çаплах лармаçть (она). Шу мыя иле пуçларĕ. Альш. Етремене Сурăх ваççи юхса кĕнĕ тĕлте, мал енчи çеремре, пĕр çур ял вырăне пек çӳлĕ шыв илмен вырăн пур — тĕме. Богатыр. Шыв унта та тулса çитрĕ (поднялась) тет те, улпута мăй таран илчĕ, тет. || Резать, пилить (об инструменте). Толст. Илмест. Не берёт (пила). || Перетягивать. СТИК. Илеймест-ха=не перетягивает (чашка весов). || Выростать (о новом мясе). О сохр. зд. Чи çиелти тир пирĕн кивелсе, кирĕк пулса тăкăнса каять те, ун вырăнне аялтан çĕнĕ ӳт илсе пырать. Хып. 1906, № 43. Тĕттĕм çĕрте пурăнса куçĕсем е пит пĕчĕккĕленсе вăйсăрланса кайнă, е куçĕсене пĕтĕмпех ӳт илсе ларнă (заросли мясом). || Захватывать (не целиком, о пожаре). Орау. Вăсен пӳртне те вут илчĕ. И их изба загорелась. См. хып. || Умножать (в арифм.). || Начать одолевать в борьбе. Сред. Юм. Илсе-илсе пыраттăмчĕ (в борьбе), тепле ôрана хиртерчĕ те, çавăрчĕ-пăрахрĕ. Такки çĕнчĕ, терĕç вара çапах. || Futuere, terere. Ст. Чек. Эпĕ ăна, ох, илтĕм! || Дрыхнуть во всю. Якей. Эпĕр ăйха илеппĕр анчах. Мы знаем спим (много спим). Загораться. Пĕр шăрпăкпа илеймерĕ. От одной спички не загорелось. || Часто употр. в качестве вспомог. гл., даже если говорится о действиях неодушевл. предметов. См. «Опыт иссл. чув. синт.», II, 45, 52—55. Яргуньк. Хай çĕлен кайран калях çыпçăнса илчĕ (опять обвился вокруг шеи портного). Юрк. Пуçĕнчен çĕлĕкне хыпаланса хывса илсе... Ст. Ганьк. † Ах, аттеçĕм, аннеçĕм! Ырашне çапса илсен, улăмĕ вута! терĕр пуль. Букв. 1904, I. Унтан пурте сăхсăхса илтĕмĕр (перекрестились) те, вăрмана кĕрсе кайрăмăр. Календ. 06 г. Вăл 24 сехетре пĕре çавăрнса илет (о земле). I-ая кн. для чт. 1912, 34. Ăна (клён) çил, вăрттăн пырса, кăшт сĕртĕнсе кайсан, вăл хăйĕн çулçисене вылянтарса, çавăркаласа пăхса илет. Хып. 1906, № 44. Халăх хăй те ăна сиссе илчĕ. Юрк. Ун патне килсеттĕмĕр çав, теççĕ те, тата урăх сăмах килаçса та илеймеççĕ, хай майра часах шалти пӳлĕме кĕрсе каят. I кн. для чт. 1912, 21. Шăпăр хулли хуçса илчĕ те, тытăнчĕ çунтарма (сечь, пороть). Чăв. юм. 1924, 32. Пĕр куç хупса иличчен. В мгновение ока. Чăв. юм. 1924, 17. Ак тамаша! Арча хуппине уççа ярсанах, симĕс-кăвак çĕлен-калта яшăлтатса тухрĕ. Хисепсĕр нумай. Авкаланса, хуçкаланса, хĕре явăнса илчĕç те, çавăнтах çиме пуçларĕç. К. С. Пĕрре... са илтĕм. Futui semel. Сред. Юм. Чӳрече витĕр кăçкăрса илчĕ. Увидал из окна и позвал к себе, и тот вошел. К. С. Тивертсе (или: хĕртсе) илтĕм. Прибил, отдул (кого). Юрк. Арăмĕ, ĕмĕрне çынпа килĕштереймен çын, кӳрши арăмĕне вăрççа илет. Ист. 354°. Хусана епле те пулсан туртса илес-илесех, тесе, çарă пуха Пуçланă. Ллыи. Кăна та юмăçă: пăхса вĕрсе илтĕм. тет. Толст. Пĕрре асапланса илсен, кайран çăмăл пулĕ. О сохр. зд. Куçсем часах ывăнса ыратакан пулаççĕ; вара ирĕксĕрех ĕçе пăрахса, пăртак канса илес пулать. БАБ. Анне ĕлĕк хампа асапланнине (со мною) шухăшласа илетĕн те, куççулĕ шапăрах юхса тухать. Сказки. Иванпа Петрăн (чит.: Петĕрĕн) лашисем те пĕр-пĕрне палласа кĕçенсе илчĕç, тет. N. Шухăшласа илме çук тĕлĕнмелле. Ч. С. Сăмса айне шăлнине ыттисем ан сисейччĕр, тесе: веçа килет! тесе, аллине тăсса кăтартса, сăмсине кăшт шăлса илчĕ, тет. N. Эпĕ вара ерсе илтĕм (поплакал). 93 çул. 68. Марккиз кулса илнĕ. Маркиз усмехнулся. Хăр. Паль. 19. Апатне те çăварĕ патне аран илсе пырать. И. Патт. 12. Эпĕ сире хĕрхенсе илсе çитертĕм (довёз), терĕ те лешĕ, чуптарчĕ хăй çулĕпе.

илемсĕр

(-зэ̆р), некрасивый, безобразный. Юрк. Ĕлĕк хамăр пĕчĕкçĕ хĕр ачисем пулса, урамра выляса çӳренĕ чухне, пите-куçа илемсĕр ватă карчăксене курсан, тĕлĕнеттĕмĕр.

илĕрт

(ил'э̆рт, ил'э̆рт'), манить, заманить, прельстить (чем). Образцы. Илĕртрĕмĕр хĕрсене хĕрлĕ куçлă çĕрĕне. Образцы. Кинçĕм-чунçăм, Анна кин, сăхлантарчĕ тĕсĕне, ăмсантарчĕ пĕвĕне, йăпатайрĕ чĕлхипе, илĕртейрĕ куçĕпе. Ч. П. Каймăттăмăр вăрмана — хăмла çырли илĕртет; тухмăттăмăр выляма — хамăр савни илĕртет. Хурамал. Тухмăттăмчĕ çак вайя — чун илĕртен тантăш пур. Сред. Юм. Пĕрчик ачасĕне: япала парап, тесе, илĕртсе кирак-мĕн тутараççĕ. Чăв. юм. 1924, 24. Сана вăрманта арçури аташтарнă пуль. Сана пăрахасси лекнĕ. (К этому, в сноске, сказано: «Пăрахасси тени çăкăрпа арçурине чирлĕ çын патĕнчен илĕртсе кăларса яни. Çăкăр турамне вара арçури çыпçнă çĕре кайса пăрахаççĕ). † Тухмăттăм тухасса çак вăййа — чун илĕртен сарă ача пур. С. Тим. † Хĕреслĕ тенкĕ, кив тенкĕ, çакăр тухья çанкине (= çамкине) — ваттисене вăрçтарма, çамрăксене илĕртме. Орау. Пăртак илĕрт-ха ачана, кăваса çăрса пĕтерем. Помани или займи ребенка, я кончу месить. Орау. Ачана илĕртнĕ пек илĕртет, те: пĕлмест, тит... К. С. Çын илĕртнĕ хыççăн çӳрет. Поддается на приманку, на улещания. Лашман. † Чунçăм айван, пуççăм çамрăк — çын илĕртнĕ хыççăн пит каят. || Сбивать с толку, «смущать», подущать, науськивать. Юрк. Арăмĕ, ăнман япала, илĕрте пуçлать. Сред. Юм. Илĕртсе, çынна хĕнеттерет. || Прельщать, обманывать, обольщать. Уговаривать. Микушк. Ай-хай, ача. Ваня, Хветорана илĕртет! (Ваня Федору обманывает). Кожар. Вăсем илĕртсе ыйтасшăн пулнă, сăра ĕçме çилом илсе пычĕç. Алекс. Невск. Куланая майĕпе илĕртсе-туса илмен, ялан çапса хĕнесе илнĕ (сборщики). || Ябедничать. Рекеев, ТайбаТ. Илĕртсе кăтартаççĕ. Клевещут, ябедничают. Букв. I, 1904 г. Çĕнĕ кин пят хаяр, усал кăмăллă çын пулнă. Вăл асаттене анне çинчен йĕре-йĕре илĕртетчĕ, тет. М. Яльчики Т. Илĕртсе панă. Наябедничал. Л. Кошки, М. Ăнтавăш. Илĕртсе кăтартнă (то же значенне). || СТИК. Пырат çав ахалтен (ахальтен), çăккăр илĕртсе антарма! («говорят про воблу и прочие закуски к хлебу», благодаря которым и хлеб кажется вкуснее).

Илтер

яp. имя мужч. Юрк.; Ямашево (Ил'д'эр). Панклеи. Эпĕр хамăр Ханăссам, Илтер-касси ачисем, анат енчи чăвашсам Пантли тойне килтĕмĕр.

инçе

(ин’з’э), далеко. См. инче. О заступл. Эсĕ ватă. Сана инçе çула каясси. Т. Григрьева. Инçе шухăшла та, çывăхра пурăн, теççе. (Послов.). Т. Григорьева. Хума инçе пулсан, илме çывăх; хума çывăх пулсан, илме инçе, теççĕ. (Послов.). Сборн. Хума инçе хурсассăн, илме çывăх, теççĕ. (Послов.). Хып. 1906, 26. Халăха çĕр памасан, патшалăха еркелĕх кĕтме пит инçе. Образы. † Инçелех çула çывăх турăм, хамăр тăвансене курасшăн. † Калпак çуса çакрăм эп хĕвеле; хĕвелĕ инçе кайрĕ, час типес çук. Рак. † Инçе-инçе çула çывăх турăм, хам тăванăмсене курасшăн N. Вăл инçене кайнă. Он ушёл далеко. N. Инçерен, издали. Метаф. Иов, ХХVII. Эпĕ эсир мĕн каланине тӳрре хурасси инçе. || О времени. Ст. Дув. † Авăт, куккук, хытăрах, чарăнасси инçе мар. Т. М. Матв. Инçе хурсан, илме çывăх. (Послов.).

Ирçел

(Ирз’эл'), назв. села Верхних Тимерсян, Ногаткинск. в. Симб. у. Название происх. от Ирçе ялĕ. Чĕмпĕртен 56 çухрăмра. Пирĕн яла хамăр ялсем те ытти ялсем те чăвашла Ирçел теççĕ. Пирĕн ялти касăсем: Малти, Анатри касă, Хыçалти касă, Çӳлти касă, Çапук-касси, Кĕпер-касси, Мăставуй-касси, Çаман-касси, Чиркӳ-касси, Прикас-касси, Хврти-касă. Пирĕн яла Ирçел тесе акă мĕншĕн каланă: ĕлĕк вăл ял вырăнĕнче ирçесем пурăннă, унта чăвашсем, пырса, ирçесене хăваласа янă та, хăйсем пурăна пуçланă, çавăнпа вăл яла Ирçел тенĕ. Пирĕн ял пуçланни икçĕр çул пулĕ. Вăл ял вырăнĕнче ĕлĕк çырман пĕр енче ирçесем пурăннă, тепĕр енче лачака пулнă. Халĕ вăл çырманăн икĕ енĕнче те ял.

иттат

(иттат), «вроде «да», но в обыд. речи знач. не имеет и не употребляется». Якей. Аçу-апу килĕнче ĕмĕр порнма йорамаçть, иттат, йорамаçть! IЬ. Иттат! темесен, хĕрсем куçран пăхмаççĕ. Якей. † Тепĕр, сикĕр (прыгайте) хамăр ял, çак ял айне ан полăр, иттат ан полăр! (не уступайте!). По толкованию М. И. Ильина, «тепĕр» = тапăр «топайте, прыгайте».

уй олми

(олми), лесное яблоко. Тюрл. N. Эпир пĕрре юлташсемпе хамăр пĕчĕк вăрмана уй улми вăрлама капрăмăр. || Дикое яблоко с не привитой яблони. Ст. Юм. Ват ôлмăççи кôтĕнчен хôнаса тôхнă сыптарман ôлмăççи çинче пôлнине калаççĕ (в саду).

Уй-кас

, Ой-кас, , назв. нескольких чув. селеннй: Тогаш. вол., Чеб. у., Яниково-Шоркиср. вол., Цив. у., и др. Атай. Ют ялсем Уйкас теççĕ, хамăр ялсем Атай-касси (дер. Атаево, Яник.-Шоркиср. вол.) теççĕ. См. Хорачка.

уйăх

ойăх (уjы̆х, оjы̆х), луна, месяц. Трехбалт. Уйăх йĕтем пысăккăшĕ, теччĕç ваттисем. Альш. Уйăх çинче шыв кĕвентиллĕ хĕр тăрать, теççĕ. Н. Седяк. Уйăх çинче кĕвентепе витре ятнă хĕр тăрать. Çав хĕрĕн икĕ вăрă пиччешĕ пулнă, тет. Ăна çур-çĕр тĕлĕнче, вăрăран таврăнсан, шыва янă, тет. Çавăнта хайхи хĕр, макăрса, каланă: мана уйăх хăй патне илинччĕ, тенĕ. Вара ăна уйăх илнĕ. В. Олг. Полнă ĕлĕххи арăмăн хĕрĕ. Амăшĕ осалпала пĕр шот тытнă, осала качча парас тенĕ. Çиччас хĕре çор çĕрте каранхи амăш хусарат шу патне. Каят хĕр шу патне макăрса. Шу патне çитсен, осал исе каймалла хĕре. — Ойăх та пор, тет, хӳел те пор, тет — осала качча кайиччен, илĕр мана, тет. Каран торă хăпартат она ойăх патне витри-мĕнĕпе. М. Вас. № 3, 19. Уйăх çине сăнаса пăхсамăр-ха, ваттисем: Марье тăрать куйланса, ик айккинче витрисем. Ст. Чек. Ĕлĕк уйăх аслăк тăрринче кăна пулнă, аслăк çинче каçхине хĕрсем тĕрĕ тунă. Пĕр хĕрарăм, таса марĕ кайнă чухне, çынсем çук чухне, вăтаннипе уйăх çине таса маррине сĕрнĕ. Уйăх çичĕ кун, çичĕ каç шавласа хăпарнă. Обр. чув. пес. Пазухина. Уйăх пĕччен, тееççĕ: пĕччен мар-çке, çăлтăр пур; сар хĕр пĕччен, тееççĕ: пĕччен мар-çке, каччи пур. Сятра. Çунатсăрах вĕçет, тымарсăрах çитĕнет. (Уйăх). Лебеж. 456. Пичче ăйăри кĕçенĕ, пĕтĕм çĕре пăхĕ. (Уйăх). Альш. † Кĕркуннехи çĕрсем тĕттĕм çĕр: уйăхĕсем пулмин те, çăлтăрĕ пур. Собр. † Уйăх витĕр уй курăнат. Букв. I ч. 1904. Хăнисем хапхаран тухса, çаврăнса кайнă çуна йĕрĕсем шур юр çинче уйăх виттĕр курăнса выртаççĕ. Собр. Уйăх пур та, çутти çук. (Тăмана шăтăкĕ — слуховое окно). Ст. Чек. Эп ăна уйăх çутинче (при свете м.) аран палларăм. N. Ойăх çути, окошкаран кĕрсе, çутатса тăрать (светит в окно). N. † Тĕсĕр-пуçăр (ваш. облик) тулнă уйăх пек. Б. Хирлепы. † Уйăх çути пек варличĕ; уйăх çутипе уйрлас-шн, хĕвел çутипе уйрлас-ши? (Солд. п.). Шурăм. 9. Вăрман енчен çĕнĕ уйăх курăнать. Трхблт. Уйăх çути пур. Светит месяц. N. Ойăх çути пор (то же). Т. М. Матв. Пуриншĕн те уйăхпа хĕвел пулаймăн. (Поговорка). Шарб. Уйăхĕ пур, çутти çук. (Шăрпăк пуçĕ). Дик. леб. 47. Елиса уйăх çутипе йывăç пахчине пырса кĕрет. Собр. † Ир пулсан, хĕвел тухать; каç пулсан, уйăх хăпарать. Чертаг. Уйăх пак шăтăк хăварнă (слуховое окно). Альш. Çĕмĕртрен хура çӳçĕме ылттăн та пĕр турапа турарăм; çак тăванăмсем асăма килсессĕн, тунă пĕр çĕнĕ уйăха пăхатăп. Ч. П. Уйăх витĕр уй курнать. N. † Çуначĕсем (хурчăканăн) уйăх хушшинче. Толст. Вăл каç уйăх çутиччĕ (месячно было). Альш. Пĕтĕм уйăх — полнолуние; çурла уйăх — сери луны; çур уйăх — 1/4 луны. . Уйăх çĕр айне каять, теççĕ. Сред. Юм. Уйăх çôрла пик-çиç тунă (говорят, когда месяц показывается после новолуния). Якейк. Тола тохрăм та, уйăх çути çап-çутă. IЬ. Кĕçĕр уйăх çути пор. IЬ. Уйăх толса пырать. . Уйăх çути çĕрĕпе тăчĕ. Месяц светил всю ночь. Сред. Юм. Тулать, — тулнă ĕнтĕ, — паян уйăх пĕтет. Сред. Юм. Уйăх çôрри тунă. После новолуния месяц стал виднеться до половины. Сред. Юм. Уйăх пăхнă çĕр. В лунную ночь. Янтик. Кĕçĕр çĕр уйăх çутиллĕ. . Кĕçĕр уйăх çути пур. . Уйăх çутипе эп çынна куртăм. Янтик. Уйăх хăлхаланнă (месяц в кругу). Уйăх тин тунă, пӳрне пек-çиç. Уйăх çурла пек юлнă. Уйăх çурри пула пуçланă. Уйăх тула пуçланă. Альш. Уйăх çуралнă. Хĕрлĕ тулли. Шурă тулли (см. ниже). Уйăх пĕтни. Сред. Юм. Уйăх çôрла пик-çиç йолнă (говорят, когда месяц после полнолуния остается видным частью). Якейк. Ачи, ачи, пăх-ха, çĕн уйăх тунă! IЬ. Çĕн уйăх ыран тăвать. Ф. Т. Уйăх пĕтнĕ чух (идет к концу) киçен (= кивçен) пама юрамасть. Ст. Чек. Уйăхран инçе мар çăлтăр пусан, çын вилет. Собр. 194°. Çĕрле уйăх пĕлĕт айĕнче тăрсан, хура шăнасем куç çине ларсан, ыран калах çăмăр пулат, теççĕ. Ст. Шайм. Уйăха хирĕç шăрсан, шĕвĕн тухать, тет. Нюш-к. Уйăха хирĕç ан шăр. Альш. Уйăха хирĕç тула ан тух. N. Уйăх çуралсан, тăватăмăш кунĕнче уяр (йĕне) пулсан, уйăхĕпех уяр (йĕпе) пулать. Тогач. Çеçен хирте туман урапа кусать. (Уйăх). Орл. II, 206°. Уйăх пур та, çутти çук. (Пичуркка). Сред. Юм. Пĕчик ачасĕм, пурте карталанса тăрса, пĕр-пĕринчен: уйăх-и? хĕвел-и? тесе, ыйтса выляççĕ. Мысл. Уйăх çутти курас мар! (Божба). || N. Çанталăк уяр пулсан, пĕр-икĕ-виçĕ эрнерех пĕтереççĕ: уяр пулмасан, уйăхпех пырать. Рак. † Хĕл уйăхĕ улт уйăх, çу уйăхĕ çич уйăх (= 13 уйăх). Альш. † Çăв уйăхĕ çичĕ уйăх, хĕл уйăхĕ улт уйăх. (Из «чĕр йĕрри»). Обр. 89. Хĕл уйăхĕ улт уйăх, ултă уйăх хушшинче утмăл тĕсле кун килĕ. Утмăл тĕслĕ кун çинче пĕр киресĕр кун килĕ. Нимĕн чух асна килмесен те, çанăн чух асна килĕ-и? Çăв уйăхĕ çич уйăх, çичĕ уйăхăн ăшĕнче, çитмĕл тĕслĕ кун килĕ. Çитмĕл тĕслĕ кун çинче çил-тăвăллă кун килĕ. Нюш-к. Хĕл уйăх 6 уйăх, çăв уйăх 7 уйăх, теççĕ пирĕн ялти карчăксем. N. Ойăх порнмалăхах çияс. Надо наесться на целый месяц. Орау. Эпĕр килтен тухни уйăх та пур-и тен. С выезда нашего из дома, пожалуй, будет с месяц. N. Акă ĕнтĕ уйăх çитет эпĕ сиртен кĕнеке ыйтни. Орау. Вăл ик уйăх анчах тултарчĕ-ха (ребенок). Альш. † Эсир асăнатăр-и, тăвансем, уйăхра? — эпир асăнатпăр кулленех. Именево. Пĕр-ик ойăх çитсен, хваттер хоçи темшĕн çиленчĕ те, молчана кайса хопрĕ. Н. И. П. Вăхăта уйăхпа хĕсеплеççĕ (= хисеплеççĕ). Время считают по месяцам. Н. И. П. Ăна уйăха хупса лартнă. Его посадили на месяц в тюрьму (здесь «пĕр уйăха» значило бы на один месяц). Зап. А. Фукс, 165. «Новый год начинают они с наступлением зимы, и разделяют на 13 месяцев: 1) йопа-ойăх, м. поминовения, ноябрь; 2) чӳк-ойăх, м. жертвы, декабрь; 3) мăн-кăрлач ойăх, большой крутой м. (сильно морозная часть декабря и генваря); 4) кĕçĕн-кăрлач ойăх, менее крутой м., часть генваря и февраля; 5) норăс ойăх, м. оттепели, февраль и часть марта; 6) пошă ойăх, порожнии м. (от тяжелой работы), март; 7) ака ойăх, м. пашни (для ярового хлеба), апрель, часть мая; 8) çу (scr. сюль) ойăх, м. лета, июнь; 9) хĕр (scr. хыр) ойăх, м. свадеб, июнь и часть июля; 10) утă ойăх, м. сенокоса, июль; 11) çорла ойăх, м. серпа, июль и часть авг.; 12) йĕтĕн (scr. бидан!) ойăх, месяц льна, сентябрь; 13) авăн ойăх, м. молотьбы, октябрь». См. Золотн. 191. В Курм. у. записаны моим братом, А. И. Ашмариным, со слов кр. д. Янгильдиной, Курм. у., Василия Семеновича Мастеркина (ныне покойного) след. назв.: мăн кăрлач, янв.; кĕçĕн-кăрлач, февр.; норăс уйăх, март; пошă уйăх, апр.; ака уйăх, май; хĕр уйăх, июнь; утă уйăх, июль; çорла уйăх, авг.; авăн уйăх, сент.; йопа уйăх (чит. йопуйăх), окт.; чӳк уйăх, ноябрь; раштав уйăх, дек. При этом приписано: «Месяцы начинаются не с 1-го числа, а как народится новый месяц». (Сообщено в письме из Курмыша от 21 янв. 1908 г.). В письме И. С. Степанова Кузьме Серг. Сергееву от13 авг. 1908 г. значится следующее: «Николай Иванович Ашмарин будто бы просил написать, как говорил Иван Яковлевич, названия месяцев по-чувашски. Если нужно, я к его услугам; вот они: 1) юпа уйăх, 2) чӳк уйăх, 3) раштав уйăх, 4) кăрлаç, 5) кĕçĕн кăрлаç, 6) нарс уйăх, 7) пуш уйăх, 8) ака уйăх,9) çу уйăх, 10) утă уйăх, 11) çĕртме уйăх, 12) çурла уйăх, 13) йĕтем уйăхĕ. Начал я считать с октября, кончнл сентябрем. Такой счет у нас, в Черепанове, Буинского у.» Позднее он написал мне следующее: «Многоуважаемый Николай Иванович! Я посылал в Кошки за некоторыми сведениями относительно названий месяцев, так как там есть старик, лет 80-ти, отец которого помер лишь в 3-ем году, имея от роду 109 лет. Он, разумеется, помнит многое, что и как было в старину. Я ждал от них письма и потому так долго не мог ответить. Нижеследующие пояснения относительно названий месяцев мне дали они. 1. Кăрлаç. Зимний месяц, начало года. Судя по вашему счету, захватывает часть декабря и начало января. 2 Кĕçен кăрлаç. Зимний холодный месяц. Про этот месяц говорят: сивĕ ашшĕ, сивĕ амăш(ĕ) ачи-пăчилех пирĕн пата килчĕ. 3. Нарс уйăх(ĕ). После половины этого месяца конец резким зимним холодам. Нарс уйăх тăхăрĕ иртсен (т. е. после 1-ой четверти), кушаксем куса пуçлаççĕ. Нарс — зимний месяц. 4. Пуш(ă) уйăх(ĕ). Этот месяц настает перед распутьем. Свое название получил от обычая «пушă пăрахас». В старину у чуваш сватовство происходило в этом месяце (во многих местах и теперь), и, когда невесту совсем сосватают, евчĕ у родителей невесты оставлял пушă (кнут) или же просто прутик, а свадьба откладывалась, часто и теперь, до Çимĕк. Выходит, это месяц сватовства невесты. 5. Ака уйăх(ĕ). Месяц яровой пашни. Ака çийĕ, так называли исключительно время яровой пашни (теперь в наших местностях такое же значение), и преимущественно пахали старинным плугом. Отсюда и название ака уйăх. Ака уйăх çурхи шыв иртсе пĕтес чух тăвать. 6. Çу уйăх(ĕ). Промежуток времени между ака уйăх и çĕртме уйăх(ĕ). Месяц безработный; отдых и веселье для всех, но главным образом для молодежи. Çу уйăх — çамрăк-кĕрĕм уйăхĕ: они водят хороводы, на семик играют свадьбы и т. п. Существуют выражения: «çу уйăх кантарать, ĕç çийĕ валли вăй парать», «çу уйăхĕнче савăнман, ĕç çинче те ĕçлеймен». 7. Çĕртме уйăх(ĕ). Название этого месяца произошло от глагола çĕрт (дай гнить). Это не указывает на навозное удобрение, ибо в глубокую древность земля не нуждалась в удобрении. Чувашские деревни по Поволжью почти без исключения были окружены лесами; приходилось вырубать леса и обращать в пахотные поля. Привозили домой только лучшие части дерева, а сучья и коренья часто жгли, зарывали, запахивали — предавали гниению (çĕртме). Соответствовал теперепшей паровой пашне. 8. Утă уйăх(ĕ). Курăксем çитĕне пуçласан тăвать, çулса, пуçтарса пĕтернĕ çĕре пĕтет. 9. Çурла уйăх(ĕ). Время созревания и уборки хлебов. 10. Йĕтем уйăх(ĕ). Время молотьбы. Этот же месяц называют и авăн уйăх(ĕ). 11. Юп(а) уйăх(ĕ). Этот месяц настает после уборки хлебов с полей и молотьбы. Снега еще нет. С этого месяца начинаются уже осенние праздники. Чуваши, будучи язычниками, или до усвоения христианства, в этом месяце ставили на покойников своих юпа (столбы) и поминали покойников. Юпа ставили один раз в год, именно теперь. Этот обряд, я думаю, Вам хорошо известен, а потому описывать его я считаю лишним. 12. Чӳк уйăх(ĕ). В этом месяце колесная дорога сменяется санною. Последний осенний месяц. 13. Раштав уйăх(ĕ). Зимний холодный месяц. Зима уже давно установилась. Если в комнате холодно, то говорят: кунта сирĕн раштав, т. е. очень холодно. Добавление к 1-му месяцу. Что кăрлаç есть начало года, свидетельствуют следующие обычаи. Кăрлаç уйăхĕ курăнсан, çав каç, шăлпа çыртса, капан туртнă. Тулли пуçах тухсан, çул пурпа иртмелле пулать, тенĕ; пушă пуçах тухсан, çукпа ирттермелле пулать, тенĕ. Юр çине выртса, мĕлкĕ тунă. Çĕр каçиччен унта мĕн ӳкнине ирхине кайса пăхнă. Пуçах-мĕн ӳксен — пуянлăх, телей, ырлăх; кирлĕ кирлĕ-мар ӳксен, е йытă сысса, шăрса кайсан, телейсĕр пулмалла пулать, тенĕ. Пӳрт итлеме çӳренĕ. Лайăх сăмах илтсен, çĕнĕ çул канăçлă, телейлĕ иртет; вăрçă-харкашу е кирлĕ кирлĕ-мар калани илтĕнсен, телейсĕр çул пулать, тенĕ. Йĕтем итленĕ. Авăн çапни илтĕнсен тырă лайăх пулать, нимĕн те илтĕнмесен, тырă начар юлать, тенĕ. Очень много и других гаданий счастья на новый год. Раньше это делалось по появлении молодого месяца кăрлаç, а теперь проделывают накануне 1-го января. Чтобы точно указать, когда какой месяц начинается и с какими числами совпадают начала месяцев по письменному счету, я не мог добиться, и едва-ли это можно установить на основании расспросов. Мне кажется, надо поручить кому-либо записывать у знатока в продолжение года, тогда можно приблизительно верно указать начало каждого месяца... Всегда готовый к услугам Иван Степанов. 28 июля 1909 года. Г. Симбирск». — Что некоторые годы у чуваш имеют по 13 мес. (местами этот счет забывается или совсем забыт), доказывают факты, сообщаемые в проведенном ниже письме Петра Ив. Орлова. Из них явствует, что у чуваш есть тринадцатый вставочный месяц, именно — кĕçĕн кăрлачă (или кĕçĕн кăрлач), вставляемый, через два года в третий, после месяца кăрлачă (кăрлач). В 1911 г., как видно из письма, было тринадцать месяцев. Назв. мăн кăрлач, повидимому, обозначает то же, что и кăрлач. «Николай Иванович! Эпĕ уйăхсем çинчен пайтах çынтан ыйткаларăм та, çапах та тĕлнех тупимарăм. Халĕ мĕн илтнине çырса ярам, кайран, кĕр кунне, тата мĕн те пулсан пĕлсе пырăп тен. Стариксем тĕрли тĕрлĕ калаççĕ. Хăшĕ: кашни çулах çутă уйăх вăл вунвиççĕ курăнать те, анчах вунвиççĕмĕшин ятне пайăрĕпех каламаççĕ. Çулталăкра вунвиççĕ уйăх пуласса пулать те, ятне ĕлĕкренпех уççах каламаçчĕç, тиççĕ. Хăшĕ хĕр уйăх пулаччĕ, тиççĕ; хăшĕ кĕçĕн кăрлач пулать, тиççĕ. Пĕр ватă суккăр анчах: виçĕ çулта пĕре вунвиçĕ уйăх пулать, тит. Вăл кăçалхи çулта, çак иртсе пыракан çулта, вунвиçĕ уйăх пулать, тит. — Вăл çутă уйăх вунвиççĕ курăнасси виçĕ çулта анчах пĕрре пулать. Акă кăçал вунвиççĕ курăнать. Асту халĕ, кăçал ака çине тухас уммĕн (çур-кунне) ватăсем тавлашрĕç. Пĕри калать: ку ака уйăхĕ пĕтрĕ, çу уйăхĕнче тин акана тухатпăр, тит; тепри калать: ăçтан ака уйăхĕ пĕттĕр, халĕ акана та тухман та, ку пĕтнĕ уйăх пушă уйăх, ака уйăхĕ тин тăвать-ха, тит. Кашни çулах, çак вунвиç уйăх пулакан çулсенче стариксем уйăх шучĕсенчен аташса каяççĕ. — Этсемĕр, чимĕр-ха, ку уйăх мĕн уйăх пулать-ха, ака уйăхĕ-и, ай пушă уйăхĕ-и? тиççĕ. Хăйсем вуниккех шутлаççĕ те, вăн уйăх тĕлĕсем килмеççĕ вара. Вуниккĕ анчах шутласан, чăнахах та ака уйăхĕ пĕтрĕ кăçал вăл, акана тухичченех, тулĕк кăçал вуник уйăх анчах пулмасть, вунвиççĕ пулать. Кăрлачă хыççăн кĕçĕн кăрлачă пулчĕ кăçал, унтан нурăс уйăх, унтан пуш уйăх, унтан тин ака уйăх пулче. Ĕлĕк ваттисем çапла шутлаччĕç. Кĕçĕн кăрлача кăларса пăрахрĕç те хăйсем кăçал, вăн хай ака уйăхĕ малтан килсе тăрать. Кăрлачă уйăхĕ кăçал вăл çĕне çула катăлчĕ, кăçал çавăнпа тепĕр уйăх хутшăнать, терĕ суккăр старик. Вăл уйăх йĕркисене ак çаплашутлать: 1) кăрлачă, 2) кĕçĕн кăрлач, 3) нурăс уйăх(х), 4) пуш уйăх(х), 5) ака уйăх(х), 6) çу уйăх(х), 7) çĕртме уйăх(х), 8) ут уйăх(х), 9) çурла уйăх(х), 10) авăн уйăх 11) юп-уйăх, 12) чӳк уйăх(х), 13) раштав. Тата тепĕр старикĕ кĕçĕн кăрлача: хăй ăссĕн уйăх пулна, тесе шутламасть. Кĕçĕн кăрлачă тесе, нурăс уйăхне каланă, тит; нурăс уйăхĕнче кăрлачă уйăхĕнчи пек сивĕ пулнă та, çавăнпа ăна кĕçĕн кăрлачă тенĕ, тит. Тата тепĕр вирял (Тĕмпексем) старикки раштав уйăхне шутламасть, ăна пĕтĕмпех кăларса пăрахать. Ĕлĕк чăвашсен раштав уйăхĕ пулман, тит; раштав уйăхне ĕлĕк кăрлачă тенĕ, хальхи кăрлача кĕçĕн кăрлачă тенĕ, тит. Унтан вара çула çĕртме уйăхĕ хыççăн хĕр уйăхĕ пулнă, тит. Хăй кашни çулах вунвиçĕ уйăх пулнă, тит; тăрсан-тăрсан, ыйтса антăратсан: темскерле, çанла шутлаччĕç пек те, темле — маннă; тăну-пуçу çук-халĕ, ĕлĕкхи пек мар... терĕ. Çапла... Çакăн чул-ха пĕлни-туни. Ӳлĕмрен лайăхрах пĕлейпĕри? Сыв пулăр. Сире салам. С. Орауши. П. Орлов. 26 июля 1911 г. Показания, заключающиеся в этом письме, находят себе подтверждение в словах Г. Паасонена, который говорит: «Кĕçĕн кăрлачă — в некоторые годы, которые содержат в себе 13 месяцев, — второй месяц» (Vосаbularium 1. Tschuv. 69), а также у Иревли. Иревли. Чăнах та, шырасан, чăваш тĕнчинче тĕлĕнмелле япаласем нумай тупмалла. Ман алăра ун пек япаласем чилай. Çав япаласенчен пĕрне, пуриичен чаплине, çыратăн: чăвашсен çулталăк хĕсепĕ хăйсен пулнă. Ăна эпĕ Салтак-ел Питтăпай арăмĕнчен пĕлтĕм; вăл çырăва (грамоте) вĕлмест. — Чăвашсен икĕ çулĕ вуникшер уйăх, виççемĕшĕ вунвиç уйăхлă пулнă. — Ик çул сиктерсе, виççĕмĕшĕнче кĕçĕн-кăрлачă пулать, терĕ Курпун Иванĕ, Пӳлер-Кӳл çынни. Уйăх эрне-куна тиркет (эрне-кун уйăх тумасть); тет ман асатте. Н. И. Полоруссов. Ман асатте Раштав уйăхне асăнмасчĕ. Мой дедушка (со стороны отца) не упоминал месяца раштав. IЬ. Кĕçĕн кăрлач: эпĕ аслă пиччерен (т.-е. кăрлачран) ирттерĕттĕм те, хĕрлĕ вăкăр (т.-е. хĕвел-солнце) хӳрине тăратать те, кулап-ярап! тесе калать, тет. Тюрл. Аслă пиччешĕнчен кĕçĕн пиччĕшĕ ирттерет («февраль и январь»). В этом же говоре после месяца ака-уйăх (уjы̆х) записан канлĕ уйăх, который, кажется, должен бы стоять после çу уйăх; но последнего в списке нет. Юрк. (в откр. письме ко мне из.. Симб., от 12 июня 1911 г.): «уйăх ячĕсем: 1) кăрлаç у., 2) нарăс у., 3) пушă-уйăхĕ;) 4) ака-у., 5) çăв-у., 6) хыт-суха у., 7) çум-у. (ана çинчи курăксене çумланăран кал.), 8) утă у.. 9) çурла у., 10) йĕтем у.., 11) юпа у., 12) чӳк у., 13) раштав у. Пӳркелĕнчи (в с. Бюрганах) чи ватă çынтан ыйтса пĕлтĕм». На одном листке, написанном рукою П. И. Орлова и относящемся к диал. д. Раковой, хыт-суха уйăхĕ поставлен седьмым, а çум уйăхĕ шестым. Нюш-к. (И. Е. Ефимов). Хĕл уйăх 6 уйăх, çăв уйăх — 7 уйăх, теççĕ пирĕн ялти карчăксем. IЬ. 1) Раштав уйăхĕ, 2) кĕçĕн кăрлач, 3) нарс уйăхĕ, 4) юш уйăхĕ, 5) ака уйăхĕ, 6) çăв уйăхĕ, 7) канлĕ уйăхĕ (не «уйăх»!), 8) çĕртмь уйăхĕ, 9) ыраш аки уйăхĕ, 10) çурла уйăхĕ, 11) итем уйăхĕ, 12) юпа уйăхĕ, 13) чӳк уйăхĕ. Эпĕ ку уйăх шутне пăрмай шутласа тăракан карчăкран ыйтса пĕлтĕм. Вăл мана йĕркипе каласа пачĕ. Ытти çынсенчен те, хамăр ялсенчен, ыйткаласан, мана çак эпĕ ыйтнă карчăк (çинчен): лайăх пĕлет у уйăх шутне, çавăнтан ыйт эс уна, терĕç. Çавăнпа ку карчăк каланине ĕненме пур. Вăл чылая çитнĕ çын, 80-сенче. Уф.? Январь-кăрлачă теççĕ, февраль уйăхне нурăс уйăхĕ теççĕ, март — пушă уйăх, апрель — ака уйăхĕ, май — çу уйăхĕ, июнь — çĕртме уйăхĕ, июль — утă улăхĕ, август — çурла уйăхĕ, сентябрь — авăн уйăхĕ, октябрь — юпа уйăхĕ, ноябрь — чӳк уйăхĕ, декабрв — раштав уйăхĕ. Кăрлачă тесе, питĕ кун кăр-сивĕ килнĕрен калаççĕ; нурăс уйăхĕ теççĕ кун ăшă енне кайса, кун йĕпенсе тăнăран; пушă-уйăхне этемпе выльăх çими пĕте пуçланăран калаççĕ; ака уйăхне ака тăваççĕ; çу уйăхне çулла пулнăран калаççĕ; çĕртме уйăхие çĕртме аки тунăран калаççĕ; утă уйăхне утă тунăран калаççĕ; çурла уйăхне тырă вырнăран калаççĕ; авăн уйăхне авăн аштарнăран калаççĕ; юпа уйăхне карта-хура нăкăтма юпа лартнăран калаççĕ (это неверно); чӳк уйăхне пирĕн чăвашсем чӳк тунăран калаççĕ; раштав уйăхне Христос çуралнăран калаççĕ. Тата эпĕ сире каланăчĕ: эпĕ вунвиç уйăх пулать, тенине илтнĕ, тесе. Вăл тĕрĕс мар, теççĕ, вуниккĕ анчах пулать, теççĕ. Только числалă уйăхпа пĕрле тумаç, унтан ялан малтан туса пырат, теççĕ. Кун шучĕсем пурĕ-пĕрех: 31-тен, 30-тан, 28-тан, 29-тан килет, теççĕ. Напр. кăрлачĕ уйăхĕ 18 декабря тăвать, тенĕ чăвашла калентар çинче, чăвашсем те çав таврана калаççĕ. 19 январта нурăс уйăхĕ тăват, 16 февралте пушă уйăх тăват, и т. д. — Месяцы у Г. Паасонена см. в его «Vосаb. 1. Tschuv.», стр. 69, 91, 110, 2, 139, 133, 195, 143, 26, 30, 190, 112. Тоскаево. Кĕçĕн-кăрлаç (январь. Сивĕпе аслă пиччерен ирттеретĕп эпĕ, Кĕçĕн-Кăрлаç. Кĕçĕн-кăрлаç сиввине чăтакăн леш тĕнчере ăшăнать, тет. Кĕçĕн-Кăрлаç çиленсессен, урăна тăла сыр, теççĕ. Кĕçен кăрлаç пит усал, ним парса та нимĕн илмест. Нарăс уйăхĕ (февраль). Нарăсна кĕçĕн-кăрлаç ĕлĕк пĕрре вăрçнă, тет. Кам урасе (= урасене) тĕпеклĕ тăвать? тесе каларĕç, тет, пĕр-пĕрне. — Эпĕ çынна тăла сыртаратăп! тесе каларĕ, тет, кăшкăрса, кĕçĕн-кăрдаç. — Эпĕ ташлаттаратăп, терĕ, тет нарăс. Çавăнпа чăвашсем: нарăс çитсессен, ташла, вăл ташланине юратать, теççĕ. IЬ. Ака уйăхĕ (апрель). Хире ака çитсессĕн, чăваш ака-пуçне тӳрлетет. — Ачам, хире тухсассăн: ака, пулăш, те. IЬ. Çу уйăхĕ (май). Эй ĕненĕм, ĕненĕм (чит. ĕнемĕм?), кай çукурма картаран: ырă-таса çимĕçпе тăрантса ярĕ вăл сана. Çĕртме уйăхĕ (июнь) «Çинçе» килет çинçелсе, тăвăр ĕçĕре часăрах. «Çинçе» (Тоскаево, Т. у.) = «Уяв» (Буинского у.). «Çинçе вуникĕ (12) кун пырать; çак вуник кун хушшинче нимĕскер ĕçлеме юрамасть; çи те, урама тухса вырт». Çинçе иртсен пулнă çĕртмене çĕр хапăл тăвать, теççĕ. Ут уйăхĕ (июль) (Тосваево). Утта пырса çапăнтăмăр; малашне, ачасем, чу касас пек ĕç тăрать; çавăнпа «авалхисене», ан аптăраччăр, тесе, хытă кĕл тумалла. Ки малтан турра «учук» ту; турра кĕл-ту ял-йышпе; çĕлĕкне илсе, ачу-пăчупа ӳксе пуççап. «Турă, сана пĕтĕм ял ял-йышпе асăнаппăр, укĕнеппĕр, пуççапаппăр, сана вăкăр пусса, выльăхпа силлетпĕр. Алăк патне кĕрӳне, тĕпеле кинне пар. Çурт çумне çурт хуш, мул çумне мул хуш». Турра кĕл-туса пĕтерсессĕн, «Çĕр йышне» кĕлтумалла. Çĕр йыш валли тына пусас пулать. Ял йышне, эй çĕр йышĕ, тĕпе питĕ пар, тăррине тутă пар. Пĕр пĕрчĕ акса, пин пĕрчĕ пар; ывăçпа акса, пӳлмепе пар. Çурла уйăхĕ (август). Хире çурла çĕкличчен, «чӳклеме» тăвас пулать. «Çĕнĕ тырă умĕнчен хур пусса, пĕтă пĕçерсе çырлахтар. «Килĕшпеле виçĕ тĕслĕ выльăх-чĕрлĕхпеле, çичĕ тĕслĕ тырă-пулăпала, пĕр витре, виçĕ чашкă сăрапа пуççапаппăр сана, турă, ӳкĕтлетпĕр, асăнаппăр. Чӳклесе пĕтерсессĕн, «Пӳлĕхçе» асăн. Ăна чĕреспе виçĕ куркапа сăра тула кăларса ларт. Унтан вара «Хĕрлĕ çырана» асăн, тата «Пӳлĕхе» ӳксе пуççап. Вара «Карташ пăттине»: «çуратакан турă, çырлах», тесе, виçĕ юсманпа асăн. Унтан «Кепене» хур пусса, пăтă пĕçерсе, виçĕ юсманпа çырлахтар. Кайран «Аслă ырсене» «Кепе амăшне» килĕшпе çырлахтар. Чи кайран çичĕ тĕслĕ выльăх-чĕрлĕхшĕн çичĕ юсманпа «килĕш пăтти» пĕçерсе çи. Итем уйăхĕ (сентябрь). Итем уйăх çитнĕ пуль: «хав, хав» сасă илтĕнет. Юпа уйăхĕ (октябрь). Авăн уйăхĕ (ноябрь). Авăн тетĕмĕ çӳлелле хăпарсассăн, этемме канăçлăх пулать, тет. Чӳк уйăхĕ (13-ый месяц по старин. чув. сч.). Кĕлту, таванăм, ĕç пĕтĕрĕ; ырă чунпа чӳклеме ту. «Симĕс пуçлă кăвакал, вĕççе кай та, веççе кил. Картлă-картлă пашалу, кусса кай та, кусса кил. Вите кутне вăрă пар, карта кутне кашкăр пар» (!). В Б. Олг. записаны назв. мм.: вутойăх (вудоjы̆х), çорлойăх, ан-ойăх, йопойăх, чӳк-ойăх, мăн-кăрлачă (кŏр-), кĕçĕн-кăрлачă, норăс-ойăх, пошă ойăх, акойăх, çу-ойăх. В Н.-Карамалах, Белеб. у., чувашские месяцы соответствуют европейским; их 12: кăрлаç, нарăс-уйăх, пушă-уйăх, акуйăх, çăвуйăх, çĕртме-уйăх, утă-уйăх, çурла-уйăх, авăн-уйăх, юпа-уйăх, чӳк-уйăх, раштав-уйăх. Эти же самые названия записаны мною в д. Питушкиной, б. Курм. у., но только вм. çĕртме уйăх в этой деревне ставят çом ойĕхĕ, а 12-й месяц назван просто раштав. В Ой-к. — счет мм. тоже идет на европ. лад: 1) мăн-кăрлачă, 2) кĕçĕн-кăрлачă, 3) норс-уйĕх (уjэ̆х), 4) пуш-уйĕх, 5) ака уйĕх, 6) вутă уйĕх, 7) хĕр уйĕх, 8) çорла уйĕх, 9) авăн уйĕх, 10) йĕтем уйĕх, 11) чӳк уйĕх, 12) раштав уйĕх. Здесь юпа уйĕх пропущен, а на его место ошибочно поставлен йĕтем-у., который собственно является в др. говорах лишь варянтом названия авăн-у. — В новых книгах на чув. яз. названия месяцев часто употребляются без нарицательного «уйăх» и вполне соответствуют 12-ти мм. солнечного года. Их порядок: кăрлач, нарăс, юш, ака, çу, çĕртме, утă, çурла, авăн, юпа, чӳк, раштав. Кăлентар 1928 ç. Пушăн вун-саккăрмĕшĕ, 18-е марта. Альш. Имена месяцев соотв. европ. назв.: 1) кăрлаç. 2) нарăс, 3) пушуйăхĕ, 4) акуйăхĕ, 5) çăвуйăхĕ, 6) хытсухуйăхĕ, 7) утуйăхĕ, 8) çурлуя-хĕ, 9) йĕтем-уйăхĕ, 10) юпуйăхĕ, 11) чӳк-уйăхĕ, 12) раштав.

укçа

окçа, деньгн. N. Эп те сан пекех кăçал хам укçапа сĕт илнĕ (покупал). Регул. 1091. Эп окçашăн ĕçлетĕп. IЬ. 1326. Ман окçампа ослам тăвать. Хава окçишăн пит макăрчĕ. IЬ. 1540. Эп хам окçа çинчен (на свои деньги) илтĕм. Чăвйп. 26. Хăй тыррине çимен, сутса, укçа туса тăнă. Ч. С. Ку хура укçасене ăçтан тупрăн тата ачам? терĕ. (О деньгах киремети). N. Хай пурлăхне сутса, укçа туса (выручив д.). N. Укçа чул кастарать. (Послов.). Н. Шинкус. Тет. Сирĕн кил-çурта пĕтĕмпех пасса пĕтернĕ, ют турă укçисем пăрахса тултарнă... Нюш-к. Халь у (эти) укçасене шуйттан аллинче, теççĕ. К. С. Пĕр çĕр теннĕк ытларах укçа тытма шутларăм выльăхсенчен. Изамб. Т. Епле, укçа (страховые деньги) тухмалла-и? Мĕн чухлĕ-ши? Собр. 353. Ылттăнтан укçа çаптартăмăр (велели начеканить). † Ала, 58. Хамăр ялсен хĕрĕсем укçа çинче палăрмасть (все в доньгах). Альш. Авалхи кайман укçа, старинная монета (или деньги), которая(-ые) уже вышла(-ли) из обращения. Козм. Ĕлĕххи çынсем: укçа пытарсан, вилсен, укçа çуттине пурăнатнăр, теççĕ, тет. Регули 1521. Лаша лайăх, çамрăк вăл, окçа тăрать. Регули, 1081. Эп он окçи çинчен (за его счет) илтĕм. IЬ. 1101. Окçам çок, утăм лайăхчĕ. Янтик. Сан укçа пур-и? Пар-ха мана пĕр-икĕ пус (спрашивает тогда, когда спрашиваюшему самому нужны деньги). Сан укçу пур-и? Укçу пулсан, кай! Говорят, когда человек хочет ехать куда-ннбудь, и хотят удостовериться, есть ли у него деньги. IЬ. 1268. Эй окçан (деньгами) памăп сана, таварăн (таварпа) парăн. IЬ. 1324. Вăл ман окçама (окçамăран) илчĕ. N. Укçаран пурăнап-халь, аптрамасп. Деньги у меня пока есть, ничего, проживу. N. Эсĕ çак укçапа (на ати деньги) юсма (лестницу) тугарса кил. Етрухин, Цив. Авалхи çынсем укçа пăрахни. Авалхи çынсем епле каска пуканне пуççаннă. Çакă пуççапу пирĕн ялтах пулнă, Кивĕ Енккассинче, Çутри касра. Çутра пĕр карчăкпа ватă упăшки пулнă, усен ача-пăча пулман. Çавсем килĕнче кĕлĕ теекен тӳркĕлли пулнă, çавсен каски пуканĕ ăшĕ хăвăл пулнă, çӳлĕш пĕр аршăна яхăн. Çакă пукан ĕлĕкхи ĕмĕрхи, пĕр 2 çĕр çула яхăнхи пулнă, вара ялта кам шыçă чирĕпе, кăшне асат хуçнă, е урисем тукмак пек шыçсан, вара усен юмăçи çанта тӳркĕллине пуççапма, парне кӳме, каски пуканĕ ăшне укçа яма хуша-хуша янă, тӳр кĕлли парни пăкани тунă, уна питĕ лайăх тумлантарса, вĕтĕ кĕмĕл тенкĕсем, нухратсем çакнă. Çапла вара, çакă каска пуканне пуççапма кайсан, пăканнне каска пуканĕ çумне тăратнă, ăшне укçа янă. Çакă парнесене кӳни ĕлĕкхи чăвашсен килĕнчи чирленĕ çын чунне вилес вырăнне пулнă; вăл акă епле пĕлтернĕ: чăвашсен е пĕри-пĕри чирлесен, шыçă е асат хуçа пуçласан, вара вĕсем каланă: ĕнтĕ тӳркĕлли килсе кĕчĕ; пĕр киле кĕрсен, пĕтерĕ ĕнтĕ вăл, вĕлермес çине килсе кĕрекен мар вăл. Часрах, çак чуна асанлантарнине курсан, чун вырăнне пăкани туса, кайса, лартнă, укçине каска пуканне янă. Ĕлĕк, çын вилсен, виллс укçа паннине пĕлтернĕ. Çапла тӳркĕлли ыйтнă чун вырăнне пăкани чирленĕ ячĕпе лартнă. Çынни çапах та черлеймен, çакă чирсемпех асапланса вилнĕ, вара кил-йышсем каланă: эй мăрăнтан (чит: мăнтарăн) тӳрĕ кĕллийĕ, пирĕн парнене хапăл илмерĕ, çын чунех кирлă пулчĕ пуль! тесе шухăшланă. Çапла тӳркĕлли ял хушшинче питĕ пысăк пăхăнтару пулнă, теччĕç ваттисем. Сред. Юм. Укçан хулхине касман. Укçан хулхине касман, тесе, укçана, çĕтсен те, шыраса тупас çук, тесе калассине калаççĕ. N. Ĕлĕххи çынсем: укçа пытарсан, вилсен, укçа çуттипе пурăнатпăр, теççĕ, тет. Орау. Кăсяри укçа кăшкăрать вĕт вăл. Пирĕн кăсяра укçа тăрналла кăшкăрать вĕт вăл. Кăсйинчи укçа чикет пуль (т. е. когда заведутся деньжонки, то так и подмывает их истратить). Собр. 85. Чӳл-Хулара укçа салатакан усал пур, тет (чорт, раздающий деньги).

улах

(улах, олах), уединенный, уединение. Мар. Егип. Монастырĕ (чит. мăнастирĕ) пушă хирте, улах çĕрте пулнă. Шибач. Ман олах, айта ман пата. N. Эпĕ алăкне тухса питĕрем-ха, урăх никам та ан кĕритĕр, хамăра улах пултăр (чтобы нам быть наедине), терĕ, тет. || Ночное собрание молодежи. N. Осенью и зимою, когда обыкновенно ночи длинные, девушки собираются в одю баню с работами. Позднее туда же являются парни с какою-нибудь музыкою. И начинаются игры, шалости, нередко и драка. Это назыв. улах. В. Олг. Олах. Йокорпа арĕмĕ сара ĕçме кайса, ачисем олаха çĕнчĕç: килĕр, тет, ларма, аттисем перĕн сăра ĕçме кайса. Окаххи ятлă хĕр ачи хĕр тантăшшане чĕнет: килĕр, тет. Похăнчĕç ачасам ларма; арçын ачасам çăпата туаччĕ, хĕр ачасам кăнчала арлаччĕ; тĕрĕ туаканĕ те пор. Вăлсам ларчĕç-ларчĕç те: тавай выльăпăр, тет, чĕпикле, тет. Ĕçлĕк тăхăнса выляччĕ. Пысăкĕсем чĕчĕ тытмалла вляччĕ. Хĕре, çĕклеме исе, тӳшек кокрине исе каять, чеччине тытать, inferiores quoque pertrectct partes. Тепĕри калать: тавай, тет, шу коркипе чĕчĕ виçĕпĕр, тет: камăн чĕчĕ пусăк, камăн пĕчĕккĕ? тет. Тата туаччĕ — мăйăран пĕрне-пĕри çеклетсе тортаччĕ пиççипе. Çине выртса, çĕклесе тăратать тата. Тата, мăклашка çине ларса, ора çине ора хорса, ларас полать, каран йĕп çăртине çип тирс'илес полать. Пăлаттин çине алăпа тытса, çавăрнса, хăпарса выртать — кошт! çӳлелле. Пăлаттин çинчен шăрпăк илмелле, тата похан виттĕр тохмалла, тата кăшăл виттĕр авăнса тохмалла. Атан атиччен лараччĕ. Икшер йĕке арлаччĕ хĕрсем, çинче çин йĕки. Лайăх туакан арçын ача пĕр мăшăр çăната пĕтерет. Онта йорлаччĕ тем тĕслĕ йорă: той йорри, ĕçкĕ йорри; самый лайăх йорăсам вĕренеччĕ, тем тĕслĕ сăмах вораччĕ. Каран тарначчĕ. Варлă хĕрсем лăка кĕрсе йолаччĕ — яшă ачапа яшă хĕр, варлă ачана варлă хĕр, atque ibi mixtis corporibus iuvenilis amoris suavitate stantes perfruuntur. Н. Седяк. Улах шăп, канăçлă вырăн тени пулать. Улаха хĕлле тăваççĕ, пĕрле пухăнса ларса алă ĕç тăвасшăн, праçник каç вăйă-кулăшăн тăваççĕ, ташласшăн. Улаха çамрăк çитĕннĕ хĕрсемпе çитĕннĕ каччăсем тăваççĕ. См. Стюх. чув. 25. Нюш-к. Улах ула кутлă (т.-е. посиденки до добра не доведут и пр. Якейк. Йори калаçрăм çыр хĕрпе олахсенче çăвăрма (= çывăрма). Собр. 209. † Хамăр савнисене кĕте-кĕте, уйăх çурă выртрăм улахра. † Хĕрсем, улаха мĕн-ма тухмастăр чунусене йăпатма? ТРМ. Сирĕн ачăрсем, улаха кайса, пĕчĕкреннех аскăна вĕренеççĕ. † Манăн еркĕн — виç еркĕн; вăсем тăрса юлаççĕ, улах яшки юлатĕ. (Солд. п.). См. Магн. 236.

ум

ом перед. Пшкрт. Ом — перед. Ч. П. Хапхи умĕ пылчăклă. || Место, на котором жнет жнец. Сред. Юм. Õм, тесе, тыр вырнă чухне хăй выракан тĕлтине калаççĕ. || Назв. частей, на которые делят загон для удобства засевання. Янтик. Айта, Иван, ту часрах ум, акса пĕтерер! (Тырă акнă чухне, акма лайăхрах пултăр, тесе, тата вăрлăх пĕр пек ӳктĕр тесе, анана темиçе пая пайлаççĕ, çав пая ум теççĕ. В. Михайлов (рукопись). Вара анапа ум чар та (= чĕр те) кашни ум валли пĕр пай вăрлăх хатĕрле. || Употр. в качестве послелога. Ман ума, ман умăма, ман умма (= каз.-тат. алды̆ма), передо мною. Регули, 1127. Ман омра тăчĕ. N. Кай кунтан, ман умран. СПВВ. Хам пур умра ан хăра. Альш. Ăйхăнтан вăрансан, ан хара, эпĕ пулăп санăн умăнта. Альш. Умăнти сăрку. Ст. Ганьк. Хура хур умĕнче хура пыльчăк, хаçан тинсе çитĕ-ши? М. Сунчаеево. Ч. Пăртак тăрсан-тăрсан, хăйсем умне (= перед избу) тухса, вут хучĕç, унта сăра, эрех, икерчĕсем илсе тухрĕç те, хыва пуçларĕç. Альш. Сӳнтĕк (назв. деревни) умнеллех кăять вăл çаранлăх. Б. Янгильд. Тогаш. Вăл (она) стариккине (мужу), умне тухас тесе, чатрах лашине хăвалама хушнă. . Çăва патне çитнĕ чух карчăкки тепĕр çулпа çуна вăлсем умнелле тухнине курах каннă, анках старикки çакна курман. Сборн. Ах, аннеçĕм, анне! хĕреслĕ тенкĕ пулам та, кăккăр умне çакса юл! Юрк. Пирĕн умран (мимо) навус тăкма кайнине те вилнĕ çынсене масар çине пытарма илсе кайнине анчах курса тăратпăр, урăх нимĕн те курмастăнăр, тет. N. Киле пырсан, пĕр çĕре пухăнтăмăр та, пурте йĕмсене хуса хĕвел. Умне (на солнышко) типĕтме çакрăмăр. N. Хамăр пурсăмăр та аписам умне кайма хăратпăр. Синьял. Пире анне çуратрĕ, ыр çын умне тăмашкăн; ыр çын умне тăраймарăмăр, тăшман умне тăтăмăр. N. Шуйтанăн сăмси умне тĕлех пулать. Юрк. Сан ачу мар, ачу мар (т.-е. я), аннеçăм, шурă патша умĕнче тăраканĕ, ури айне пукан лартакан, кучĕ айне минтер саракан, икĕ хулĕнчен тытса лартакан. Ала 15°. Патша, халăх умне тăрса, акă çапла каланă, тет. Стюхино. Атьăр каяр хĕр илме икĕ савни умĕнчен. Жит. св. февр. Сăваилă Мелетий вилес умĕнтереххĕн патшана Аслă Феодосий кĕнĕ. Альш. Пирĕи умма ӳкрĕç те, пуçĕсене чикнĕ хăйсем, нимĕн те чĕнмеç, пыраççĕ хуллен уттарса. . Умĕнчен пӳл, умĕнчен пӳл, ан яр! (лови их!). Ала 29°. † Ай, кинçĕм Анна пур — опăшку умне выртсассăн, эс апие юрăн-ха. Утмăл çулхи атти пур, олтă шăл витĕр хĕм тухать. Ай, кинçĕм Анна пур — опăшку умне выртсассăн, пирĕн аттене юрас çук. Хора-к., Покр. в. Ĕçе лайăх ту, ху умнах тăрĕ (тебе же будет на пользу. Послов.). Юрк. Асамат кĕперĕ çумăр умĕнчен (перед) карăнсан, çумăр чарăнать; хыçĕнчен курăнсан, тата çăвать. Формы: «уммĕн, умĕн, омăнь, омĕн, омăн» см. под уммĕн.

кĕлет умĕ

площадка (крыльцо) амбара. К.-Кушки. Çăва тухсан, кĕлет умне выртма тухăттăм-ха! Хăçан çăв çитĕ! Янтик. Б. Хурамаран пĕкĕ авар-и? кĕлет умне çакса хурар-и? Сак ялсенĕн хĕрне пит мухтаççĕ — хамăр ума кӳрсе тăратар-и?

уманта пултăр

(умĕнче пултăр, умăрта пултăр), да будет перед тобою (им, ею, ими, вами), формула поминовения усопших, употребляемая при libatio. Ч. С. Пирĕн, вилсен, леш тĕнчере те çакăнти пекех ака-суха туса, ĕçкĕ-çикĕ туса пурăнать; кам кунти тĕнчере пуян пурăнса, ĕçкĕ-çикĕ туса, çынна ĕçтерсе çитерсен, унăн вара пурте умĕнче пулать, теççĕ. Хăш-хăш пуянтарах çынсем çавăнпа, вилсен, лайăх пурăнас тесе: хамăр пурăннă чух лайăх ĕççе çиер, теççĕ. Тата хăш-хăш пуянтарах çынсем, вилнĕ чух: кӳлсе çӳреме лаша кирлĕ пулĕ, тесе, ватă лаша пусма каласа хăвараççĕ. IЬ. Çынсем, пырсанах, курка парчĕç те, çынсем, кашт тăкса: Михали пичче (покойник), сан умра пултăр!, теççĕ. Аттик. Эсир те эпир мĕн ĕççе çинине, ĕççе çисе каяр, мĕн пани сирĕн умра пултăр. (Молитва к мертвецам в çураçма) Шаймурз. Унтан вара вăл хăй ăшĕнче турра кĕлтуса, икерчĕ хуççа илет те: атте, умăнта пултăр! Анне, умăнта пултăр! тесе, чашăк çине пăрахать. (Ваттисене хывни). Яха-к. Ядр. Ачам, умăнта пултăр (обращение к умершему при обряде «хывни» в «сĕрен»). Вил йăл. Пурттине пăрахнă чухне те, шывне ăснă чухне те (вообще при каждом действии) калаççĕ: умăнта пултăр! теççĕ. Охотн. Килĕр-ха, ĕçер-çиер; вилсен, пурте хамăр умра пулĕ (слова дедушки при угощении гостей). См. Магн. 117, 170.

ура

ора, нога. N. Эпĕ, урана салтса, хăпарса лартăм сак çине, урасене кăмака чĕрçи çине хурса. Якейк. Ора посма вырăн çок. Негде ногою ступить. Альш. Ĕлĕк вăл (Етремен), ку енче те, леш енче те вăрман чухне, çын ура ярса пусса каçса каймаллаччĕ, тет. N. Виç урипе каялла чакса пырать, çăварĕпе, пĕр малти урипе çăкăр татăкне сĕтĕрет. Букв. 1904. Ура салтсах выртма пуçланă (больная). Алик. Ай, килеми, килеми, ура канли (кан'л'и) кӳтĕмĕр. (Свад. п.). Изамб. Т., КС. Атта çара уран тăхăнсан, ура хăпарать. Богдашк. Тăрăс, тăрăс ташлама тимĕр ура пулинччĕ. N. Ура алăк хушшине пулсан (если прищемишь), çын килет. Сред. Юм. Ĕнер-çиç чипер çӳретчĕ, паян ора çине те тăрайми чирлесе выртать. Вчера был здоров, сегодня уж и на ноги вставать не может. Ч. С. Ун чухне ачасем пит ӳсĕр пулаççĕ, урисем çине те аран-аран тăраççĕ. Урмай. Ури çăмăл юлсассăн, килес çул кайлах килĕпĕр; ури йăвăр пулсассăн, çич çулсăр та килмĕпĕр. Скотолеч. 13. Шыв е сĕлĕ пуринчен ытла малти урисене анать. Трхбл. † Аттепе аннене лартар-и, ик уринчен тытса тайлар-и. Альш. Ура салттараççĕ хĕве хупсан. Хĕрĕ каччинне салтать. Зап. ВНО. Ăçта каятăн, икĕ ура? — Тватă урана шырама. — Ăçта каятăн, тватă ура? — Ултă урана шырама. — Ăçта каятăн, улт ура? — Выртнă упана тăратма. (Çара-çуна). Изамб. Т. Пĕр урипе сиксе каят. Чăв. й. п. 31. Апат хытнă çăкăрне, лармасăр, ура çинченех (стоя на ногах) çикеленĕ. Н. Лебеж. Виç хĕл каçан вăкăрне шур парнене тытрăмăр; ури çинчен пусăпăр, ăна туй халăхне валли тăвăпăр. Сред. Юм. Õра сыраччин йôрласан, каç пôлаччин йĕрет, тет. (Поговорка). Хăр. Паль. 5. Акă Палля тĕлĕнчен пĕр уксах ача хăрах уранăн сиксе кĕвĕ. N. Если урине (у молодушки) курсан, вара пĕр мăшăр чулха илсе парас пулать кинĕн, е кĕрӳшĕн хунĕсем патĕнче. Беседы о землед. Пĕр татăк хытнă çăкăршăн та ураран ӳкиччен ĕçлетĕн. N. † Урасем пусрăм та, куçма хĕсрĕм — ухмах иккен хĕрĕрсем, сисмерĕç. N. † Савнă тантăш аса килнĕ чух ура çинчен (наяву) тĕлĕк куртăмăр. N. Ăна вара ура тупанĕ патне хурса тĕтĕмне кăлараççĕ. (Тĕтĕрни). Ст. Чек. Аллупа пар та, урупа çӳре. (Послов.). Пизип. Пĕр карта сурăх, пурте пĕр ура тăрăнче тăраççĕ, (Купăстасем). Юрк. Урисене пуçтарса ларсан (гуси)... Пшкрт. Молҕас' иҕоран ларза-да, хы̆лҕизäм анцак коры̆начы̆. М. Васильев, № 3,44. Пăхаç кăсем ирхине — тотар лаши орине тăсса выртнă (околела). Сред. Юм. Кошак ôри чоста, ман ôра тимĕр! Пĕчик ачасем çӳлĕ çĕртен сикнĕ чôх çапла каласа сикеççĕ. Орау. Ура çинчен янă. Futuit stans. Ст. Чек. Пӳрте кĕнĕ чухне алăкпа урана хупсан (прищемишь), хăна килет. N. Манăн урасам утми пулчĕç. Сред. Юм. Ора сырма кил! тесе, ирхĕне ирех хуçисĕм вырăн çинчен тăраччин пыракан çынна калаççĕ. Орау. Тухса кай кунтан халех; нихçан та ман килĕме уру килсе ан пустăр! Букв. 1904. Çырла вĕçĕ-хĕррисĕр, ура пусма та çук (негде ступить). Сред. Юм. Ора-ал пит ыратать. Руки и ноги болят. О сохр. здор. Урпсемпе тапкаланса выртма. Ст. Шигали, Цив. у. Унтан-куптан юлмин, пирĕнтен пит инçех мар, пĕр çын чупса килни курăнчĕ те, эпир лайăх пăхмасăрах урана кута лектерсе чупа пуçларăмăр (во весь дух). Альш. Ура хурса ӳкерес. Свалить, подставив ногу (= такăнтарса ӳкерес). КС. Орау. Хăй кулать, калаçать, ури çĕре перĕнмеçт. IЬ. Таçта çухалчĕ кушаккăм, аванччĕ. Урана чăссан, ура урлă сикеччĕ, тата, кайри урисем çине ларса, слушит тăваччĕ. Букв. 1904. Эпĕ вара урана çĕре тивретмесĕр (= тивертмесĕр) киле çитсе ӳкрĕм те, питĕрĕнсе лартăм (прибежал во весь дух). N. Ураран ӳксе, вырăн çине выртнă. N. Çав пичĕкен тĕпне ура тивмест; пӳ ярсассăн, пӳ çитмест. N Ватă юмансом те ӳкеççĕ, тет, ураран (валятся). СТИК. Чăхă урине хĕр-ача çисен, тĕрре пĕлмест, тет. Чув. прич. о пог. 229. Хур пĕр уранăн тăрсан. Если гусь стоит на одной ноге. || Доля, равняющаяся одной четверти заколотого животного. Сред. Юм. Миçе ора кĕтĕн? Çак çолсĕнче выльăхсене оралашса пусаççĕ; пĕр ора кĕнĕ полсан= 1/4 части коровы; çор ора кĕнĕ полсан= 1/8 части коровы; ик ора= 1/2. || Активный участник воровства, знающийся с ворами из других селений и помогаюпшй им воровать,в своей деревне. Якейк. Ялта япаласам çохалсан, вăррине пĕлмесен: ори ялта пор, теççĕ. IЬ. Хамăр ялти орине пĕлесчĕ.

Ури-касси

то же, что Ури. Яргуньк. Эпĕр хамăр хапăссам, анат енчи çăвашшам, Ури-касси ачисем, Мĕлĕш туйне килтĕмĕр.

урлă вите

конюшня дверью к воротам. Юрк. Тимĕр-кăвак лаша кĕçенет хамăр тăванăн урлă витинче.

усал

осал, злой, нехороший, недобрый; жестокий. Сенчук. Тăрăшран вăрăм йывăç çук, качакаран усал выльăх çук. БАБ. Усал сăмах калаçнине илтсен. Юрк. Усал çил-тăвăллă тăман-(буран?) тухать. . Усал пуян кутăн çын пулать. Орау. Пирĕн атте, хиличчен тырă вырман пек, кăçал аллине касать те касать. Мĕн тырă вырса пĕтеричченех Муççи Яккуне тарăхса прттерчĕ. Тур курашшĕ, таçта васкаса тухнă, халăх каланиие итлемесĕр! Вăл аллине каснă, ку каснă, теççĕ ялта, çав ахаль-и вăл? усал этеммех пăхать çав: (т. е. все дело зависит от негодного человека): ĕçĕ те ăнмасть, аллисене те касах тăраççĕ, тет. Сред. Юм. Õсал терипех ôсал (т. е. пит осал). . Õсал сăмах чĕрене тивет. Неприятное слово за сердце берет. Сказки и пред. чув. 80. Лаши вĕçсе пырупа пичĕ-куçĕ пит усал. Якейк. Çав çын осалли Йăван (этот негодяй Иван) çынтан колма пĕлет те... (здесь эллип-сис?). IЬ. Отмăл-торат осалли ыр аная сая яч; хĕр осалли Мари пор, ыр ачая сая ят. Календ. 1907. Пирĕн патшалăх пĕтĕм расхотин чĕрĕкне çар тытма ярать. Германия та вăл усал ĕçе нумай тăкать. Ал. цв. 6. Ниçта та пĕр усал кайăк кăшкăрни те, çĕлен шăхăрни те, тамана сасси тç, кайăксем юрлани те илтенмĕст. Пазухин. Пирĕн пуçри усал хуйхă еррипеле пĕтĕ-ха. Сюгал-Яуш. Кайран вара тепĕр кукăра карăмăр та, усал луткăпах хамăр енне каçса карăмăр. N. Халăх ĕçне усал çын малтан тухсан, теллей пулмасть. Орау. Çын çинчен усал ят ярас тесен, вĕсем тем туса тем калаçĕç (готовы все сделать и сказать). Изамб. Т. Ул хăй усал пулнă, тет. Унăн арăмĕ йăваш юлнă, тет. N. Пирĕн икĕ автан пур-чĕ: пĕри йăваш, тепĕри пит усалччĕ. Изамб. Т. Аçу-аннӳ сана: усал пул, тесе каламаççĕ, епле те пулсан çын майлă тăвасшăн тăрăшаççĕ. N. † Шорă сăхман ăма осал? — сак çине хорса каснăран. Тимер. Пире усалтан ан асăнăр. Не поминайте нас лихом. Янтик. Арçын-ача усалне хĕри-пăраç мĕн тăвас? См. хăп. Сĕт-к. † Пике арăма тор пăхтăр, осал та полин; хĕр полтăр, пилĕк ан кĕпи тăхăнтăр. || Злое существо, злой человек, негодяй. С. Дув. Пусса кĕмĕл ярăн-и, кĕмĕлĕме сая ярăп-и? чăн усала кайăп-и, чунма сая ярăп-и? Тогаево. Чуптар, пачче, лашуна, анатра хĕрсем, усалсем, юрпа пере юçларĕç. Юрк. Çав усалĕ (чертовка, жена) хĕтĕртнипе упăшки тата пушшĕ çĕкленсе çӳрет, куран. В. Буян. Курăкран усал куршанкă, йывăçран усал кăпчанкă (усал = усал курăк или усал йывăç). || Зло, вред. Истор. Александр усала астуса тăракан çын пулман, Новгородран хăйне çилентерсе янă пулсан та, вĕсене хăтарма каллах кайнă. Эльбарус. Пире осал тума пыракан çын калла çавăрна-çавăрна пăхса таратччĕ. Учите детей. Çапла ачасене хамăрах усала вăрентетпĕр. Хыпар № 6, 1906. Çилентерес марччĕ, анчах усалăн ури саккăр, теççĕ, вăл чĕрре кĕме таçтан та тупĕ. Собр. Усал каламасан, ырă çук, теççĕ. (Посл.). || Чорт; нечистый дух, нечистая сила. IЬ. Çĕрле чӳрече витĕр пăхсассăн, усал ерет, теççĕ. Ст. Ганьк. Çынăн, усалпа чирлесен, шăмшак сурать. М. Васильев. № 3,56. Ват тимĕрçе пĕр осал лаççа тохма тăратать. Собр. Пĕтнĕ милкене тула прахсассăн, усал юлать, теççĕ. IЬ. Пĕр-пĕр хĕр ача туса вĕлерсен те, усал пулать, теççĕ. IЬ. Çав ачаран пулна усал çынна ерсе ирлеттерсе вĕлерет, теççĕ. . Çынна ернĕ усал çын патне пынă чух е çын, е йытă, е кушак, е пыркка пулса пырать, теççĕ. IЬ. Е вăрманта, е уйра çĕтсе çӳресен (если заблудишься), усал ертсе çӳрет, теççĕ. КАХ. Усал аллине ан пар (моленье). Не дай во власть злого духа? Ст. Чек. Усал турăран хăватлă. Пролей-Каша. Усал вăрăннă (= çыпçăннă), пристал нечистый (напр., если к женщине летает вотăш). N. Манăн çӳлти усала аяла илсе çапмаллăх вăй пур (говорит один силач). N. Килчĕ пирĕн патра усал вăрăннă япала! (словно сумасшедший, от действия злого духа). Якейк. Осал ерсен, çын пĕтĕмпех типсе, хăрса каять. Если пристанет чорт, то человек высыхает как щепка. Собр. Пĕр-пĕр çĕрте усал хăвалама тытăнсассăн, е утă, е кирек мĕн пăрахса хăварсассăн, усал çавăнпа ерсе юлать, теççĕ. Панклен. Тури осал, анатри осал, в сказке — назван. двух духов, встречавшихся друг с другом ка берегу Волги. N. Турпас тăкнă вар пуç пĕр çухрăмра. Çав вар пуçĕнче усая (шуйттан) пурăнать, теççĕ. Ст. Айб. Кукăр хурăн кутĕнче усал пăхĕ выртать. (Чĕлĕм). N. Тата çав çырмарах ĕлĕк пĕр çын вилнĕ те, халĕ унта час-часах çынсем усал кураççĕ. Это можно понять двояко: 1) видят чертей, 2) подвергаются несчастным случайностям. || Несчастие, беда, бедствие. Иногда олицетворяется. Хĕвел, № 1. Эпир-çеç хамăр тăван вĕрентекенсенчен уйăрăлнă, пирĕн хушăран-çеç усал тухса кайнă. N. Хăй ăшĕнче шухăшласа пырать, тет: упанăн усалĕ те пур иккен, ырри те пур, тесе калать, тет. Альш. † Пирĕн пуçри усала тур сиртĕр. Собр. Касас çавăнтан, касас çурлăнтан, турă, усалла сир. (Моленье). || Дрянь, мерзость. Юрк. Эх, ку усала мĕшĕн-кăна ĕçрĕм-ши? Якейк. Çав осалпа çан чохлĕ вăхăт ирттертĕм полать! Стоило (мне) тратить время на такую дрянь! Синерь. Çав хĕрсем çав хуралçа усал ереки ĕçтерчĕç, тет те, хуралçи, ĕсĕрлсе, йăванса юлчĕ, тет. Якейк. Çав осалшăн (я за иего) онта ма пырап-ка. IЬ. Онашкал осал çынна (дряни) нумай корса ен. || Невзгода, бедствие. Шурăм-п. 10. Çакăн пек усала (засуху) курса, чăвашсем ялсенче халăх пухма тытăнаççĕ. Альш. Пулнă уçал хуллен-хуллен (мало-по-малу) асран каять. КАЯ. Эпĕр ырă куримаспăр пулĕ ĕнтĕ, усал çине-усал пулса пырать (несчастье за несчастьем). Собр. Çăкăр кăмакана тăрăхла çурăлсан, усал юлать, теççĕ. (Поверье). || Озорной. Юрк. Усалтараххисем, кто поозорнее. || Чорт (бранное выражеиие). Коракыш. Ăна пичĕш курнă та: санăн, усалăн, кунта килмелле-и? тесе, тĕкее кăларса янă. Рак. Çак пуртре пĕр усал. (Шăпăр). || Бранное выраженпе, отн. к детям или животным (напр., к лошади). Орау. Усал! мĕн хăтланать вăл! пăх-ха амĕш! Что он делает, негодяй! посмотри-ка, мать! (говорит матери ребенка). . Усал! Вунă пăта туртса çитеримар, тата шăмарайĕнçи тăвать! Сволочь! Десяти пудов не свезла (не довезла), а еще злится! (прижимает уши, хочет укусить). . Усал! шăмарать тата! (напр., о кобыле: сволочь! еще укусить хочет! || Пурга. Пухтел. Уcал тухса каймасан. Если не случится пурги. || Хлам. Земледелец. Нимĕçсем вăрманти мĕн пур усала шăлса, хире тăкаççĕ. || Плохо (наречие). Ст. Айб. Ах, инкеçĕм, инкеçĕм! Эпир усал пурăнни ят сарăлчĕ аякка. (Хĕр йĕрри). Тимĕрçен. † Йăмăка усал тытсассăн, пĕлĕпĕр эпир евчине.

уç

оç, открывать, отворять; раскрывать. Ал. цв. 7. Тĕлĕнсе тăрсан-тăрсан, уçса хунă сарлака хапхаран пит аслă карташне кĕрет. О сохр. здор. Кĕпе вĕççĕнех уçса янă чӳрече умĕнче пăртак тăрсан та, нимĕн те пулмĕ. N. † Оничере тил выртать, Китай тотри витĕнсе; Киттай тотрине çил уçать, пирĕн çылăха торă каçарать. N. Ачасем ирех тăраççĕ те, каç пулачченех, шусем уçса, пĕчĕк армансем туса, выляса çӳрсççĕ. Орау. Эпĕ пынă чухне чӳречине уççа тăрачч вăл (открывая окно). Хыпар № 2, 1906. Вĕсем — хута вĕренсе тăн-пуçа уçни анчах çынна пурăнăç çулне уçса, пурăнăç йĕркине кăтартса парса, пурăнма çăмăллатнине пит хытă ăнланса илнĕ. Орау. Масар çинче, вăрăсем вилнĕ çынна пытарнă шăтăксе виçĕ шăтăка уçнă, тит. Воры раскопали три могилы. Н. Якушк. † Хăта хапхи вырăсла, сывлăшпа уçрăмăр, çавра çилпе хупрăмăр. (Свад. п.). М. Васильев. Порăкне усса калать. Лашман. Сăрлă арчан уççи кĕмĕл, уçмасăрах уçăлса тăраçке. Ай-хай, ах та миллай, хамăр савни, курмасăрах кулса тăраçке. Собр. 56°. Шыва уçса ямасăр, арман авăрмасть. (Послов.). N. † Тулса çитнĕ кӳллине уççа яма састуи çук. Тайба Т. Çӳлĕ тусем çннче çил арман, çилсем уçат вĕсен çунатне. Г. Т. Тимоф. Уçа-уçа пăхать. Перелистывает и просматривает (книгу). . Уçа-уçа пырать. Перелистывает. Сред. Юм. Лавкка усас, отпереть лавку. IЬ. Лавкка уçнă. Открыл ставку. Хыпар. 13. 1906. Земствон пуринчен йывăр ĕçĕ вăл, ялта халăх валли кĕнеке вуламалли çурт уçасси. || Поднимать новь. Изамб. Т. Анчах çĕр сахаллине çереме уççа пĕтереççĕ. Рак. Çерем уççа вир акрăм. Изамб. Т. Ку çаранта утă пит лайăхах пулмасть, çавăнпа ăна уçса тырă акас терĕçĕ. || Открываться (кому-нибудь), т. е. открывать свои тайные помыслы. Полтава 54. Çук, эс кала чун уçса (откровенно), калла-малла, ан калаç. IЬ. Чунне уçса калаçать. || Разрешать. Хыпар № 8, 1906. Сутра пур ĕçе те, присяжныйсемпе тĕплесе пĕлсе, тĕрĕс татса уçтăр. || Поставить на ноги (в материальном отношении). Сред. Юм. Эп уçрăм она, хампа пĕрле ертсе çӳресе. Благодаря мне он поправил свою жизнь. || Разъяснить. Орау. Ĕлĕк вăл лăкăр-лăкăр анчах калаçнă, тет, нихçан сăмахне уççа (ясно, понятно) калаçаймаçчĕ, тет. IЬ. Сăмахна чипер каласа, пире ĕçе уççа пар-ха эсĕ. Скажи определенно о деле, толком. || Вырубать (лес). Череп. || Расчищать. Изамб. Т. Малтан итем варрине уçаççĕ (для молотьбы). || Освежать. Сивĕ шыв уçса ярать. Холодная водя освежает. † Альш. Шухăшласа-тĕлĕнсе ларнă чухне, ман шухăшăмсене юрă уçрĕ. || Давать отраду легкость. Тайба. Т. † Пирĕнех те хуйхăлă чĕресене юрă юрласан уçать çавсене. Кĕвĕсем. Пусма кĕпе пит пусать, хăмаç кĕпе пит уçать; тантăш тана килмесен, ĕмĕр хуйхи пит пусать; тантăш тана килсессĕн, ĕмĕр хуйха пит уçать. || Просветить. Янш.-Норв. Эсир ăна илсен (девушку в замужество за сына) вăл сирĕн куçа уçса ямалла: епле унăн таврашĕсем чечен! хăçан вăл хĕрлĕ кепесĕр çӳрени пур? Расчесать. Сборн. Кăтра çӳçлĕ çынна йăс турасăр уçас çук теççĕ. (Пословица). || Раскрыть (т. е. сделать явным). Шурăм-п. № 4. Кам вăрланă пулсан та, Микула турă уçса пар; Ишеке кайсан, çурта лартăн. Киремет, эсĕ те пулин уçса пар. Сана юсман пăтти пĕçерсе, кĕпер айне кайса, лартăп. — Сложные с «уçă» см. уçă, оçă.

утă

(уды̆, оды̆), ход, шаг. Ходар. Утнă утă вырăнлă пултăр. Наше хождение да будет успешно. (Из молитвы в чӳклеме). Шибач. † Хамăр çолнă çаранне паккусĕнчен паллатпăр, хамăрна варлă хĕрсене оттинченех паллатпăр. М. А. 31. Йĕвен аврине хытăрах тытса, уттипе пыртарчĕ. Ч. П. Утмăл чалăш утти пур, пусми вĕçĕнче пусси пур. Хурамал. Хам уттăмпа-кăна каятăп, ху уттупа-кăна каятăн, хăй уттипе кăна каять, хамăр уттăмăрпа каятпăр (идем пешком). Микушк. Утмăл çухрăм сĕм вăрман, тав уттипе килтĕмĕр. КС. Мĕн хăвалан ăна, хăй уттипе кайĕ-ха. Что ты ее гонишь, она пойдет, на сколько может, своим шагом. Султан. † Утмăл çыннăн уттине утам-çитем, терĕн-им? Сред. Юм. Лашана пит чуптарса ан кай, ôттиперех кай. Шибач. Отăпа кай (шагом). Шел. ЗО. Урхамахпе, уттипе, каять, тухса сунара, ухатара çӳреме. Сунт. 26, № 7,3. Уттипе шыв юххи пек юхса пырать (лошадь). || Походка. Ч. Н. Утти-чуппи (ход и бег) епле-ши? . Утнă та уттăна юрататăп. Юрк. † Чипер инке уттине утса çитсе юлмас-çке. Ч. П. Утмăл тĕсле утти пур (хĕрĕн). Сĕт-к. Оттине пăх эс онне! Посмотри ты на его походку! || Побежка. N. † Улма-чăпар утсен уттине çичĕ çунатлă кайăк çитес çук.

уткала

прохаживаться, орогуливаться, вышагивать; итти шагом. Илебар. † Улăхрăм-кайрăм ту çине, ярăнтăм-антăм (спустился) улăх варне çӳрерĕм-çӳрерĕм уткаласа. Тип-Сир. Ĕлĕк пĕр вырăспă майра уя уткаласа çӳреме тухнă. НАК. Эпĕ вăрмана хамăр ял çулĕне кĕрсе кайрăм та, уткаласа пыратăп (иду себе); йытă умраи чупса пырать. Ст. Яхă-к. Çынсем чиркӳрен кило тавăрăнса пĕтсессĕн, икерчсем çикелесессĕн, ăçта урама тухса, уткаласа çӳрекелеççĕ. Яндобы. Çав вăхăтра упа уткаласа çӳреме тухнă тет.

уттар

оттар, заставлять итти шагом; понукать (лошадь); двигаться вперед; отправиться; ехать или итти шагом. СТИК. Атьăр уттарар-и, чуптарар-и («форма вопроса, но не означает вопроса, а только особая форма»). Изамб. Т. Вĕсем лашисене ялан уттараççĕ. Они все понукают лошадей. Хыпар № 19, 1907. Халăх укçине капла тыткалани хура, халăха ăçталла уттарни халăх пурăнăçĕнчен паллă. Ч. П. Епле уттарам-ши уттине? Актай. Çак йытă кĕтӳçе пĕртте уттармаç (не утруждает ходьбою), тет, хăех йытти выльăхсене пухса çӳрет, тет. Юрк. Чикан ураписем кĕпер урлă каççа кайсан, эпир те: кĕпер урлă каçар, тесе, хамăр лашана уттара пуçларăмăр. Жит. св. Январь. Унăн патĕнче чилай пурăнса, хăйне çул çине малалла каймалăх укçа тусан, унтан тухса, малалла уттарнă. Моштауш. Вĕсем мана корчĕç те, вăрманалла оттара поçларĕç; эпĕ те хыçран оттара поçларăм. Янорс. Эпир вара малалла уттарса карăмăр. Б. Яныши. Çомăр хамăр патарах çитсен, шолтрисам утсене тытрĕç те, килелле оттартăмăр. Изванк. Лашасене уттараччен (перед тем, как тронуться с места), ватăрах çынсем... N. Кĕреçи хуçăкне (изломанную лопату) илсе, килнелле уттара пачĕ, тет (отправился).

утвит

отвит, ответ, возражение. Ч. П. Хамăра пӳрнĕ утвитĕмĕр чĕре çумĕнче. Возражение, которое нам суждено судьбою сделать, хранится в нашем сердце. Юрк. Утвит = (быстрый) ответ. † Пирĕн пек çамрăк ачасенĕн шухăшĕссм чĕри çумĕнче, утвичĕсем чĕлхи вĕçĕнче. Юрк. † Пирĕн пек çамрăк ачасенĕн мулĕсем вунă пӳрни вĕçĕнче, шухăшĕсем чĕри тĕпĕнче, утвичĕсем тӳре умĕнче, Сборн. † Йĕкĕчĕсем тӳри умĕнче, утвичĕсем чĕри çумĕнче. Тайба. † Кунтан юта кайсассăн, утвит чĕлхе вĕçĕнче, шухăш чĕре тĕпĕнче. А. Прокопьев. † Çĕрĕнче (надо: чĕрĕнте) пулсан, утвитне пар, сан чĕлхĕне туртса касас çук. Собр. † Чĕлхĕнте пулсан, утвитне пар, сан чĕлхĕне тытса касас çук, эп. † Хамăр тӳрĕ, чунăмăр таса, утвитĕмĕр чĕре çумĕнче. Сред. Юм. Отвит çôк çын — называют такого человека, который на судах встает в тупик, когда, его спрашивают; вообще безответный.

ухмаххи

охмаххи, тот дурной, тот сумасшедший (stultus ille). Употр. в особых чувашизмах. Бштр. † N. Пичи, ухмаххи, çакă яла килмесĕр, хамăр ялта хĕр тупман. || Леший. Шăвик! шăхрать çын пекех — мăкăл-макăл йомахлать, шăтăр-шатăр тутарать, поть охмаххи танранать. || Яд (мышьяк). Сред. Юм. Õхмаххи — наркăмăш, мышьяк. IЬ. Õхмаххи çисе вилнĕ. Отравился мышьяком. Альш. Ухмаххине çисе вилнĕ. Отравился.

ушкăн

ошкăн, толпа, группа, стая. Изамб. Т. Хам çумри укçа çак сирĕн ушкăна (толпу) илме çитет. N. Çавăнтах тата пĕр çаран урлă урăх ушкăнсем пулнă. Çав ушкăнтн пĕр ачи эпир унта выртнине пĕлнĕ те, пире хăратма пынă. Бес. чув. 1. Кăшт тăрсан, çак ушкăн иртсе кайнă çулпах тепĕр ушкăн лав хăпармалла пулчĕ. IЬ. Акă ĕнтĕ у... ялĕ чиркĕвĕ умĕнчен ер ушкăн иртсе кайрĕ, вăл, кĕпер çине анса, тăвалла хăпара пуçларĕ. Ч. П. Хĕр ушкăнĕ. Беседы и шутки. Çавă ырă çынсем ушкăнĕ пур инкек-синкек лекнĕ çынсене пулăшса тăрать. Янтик. † Ушкăн-кăна ушкăн тупăлха, чăн хĕррине эпир касрăмăр; ушкăн-кăна ушкăн сарă хĕр, чăн саррине эп илтĕм. Альш. Ларать пĕр ушкăн вăрман. || Общеетво, часть общества. Мошк. † Çак ял ушкăнче (в этой деревне) çӳрерĕм, сирĕн пек ыр çынсем тупмарăм. || Компания. Ч. С. Ачасем пурте тăрсан (проснулись), Тимахви старик: ах турă, ачасем, эпĕ пит хăрушă тĕлĕк куртăм: кĕçĕр эпир, çак хамăр ушкăнрисем, пурте пĕрле пулса, пĕр пĕчĕкçĕ юман касрăмăр, ахăр ялта кам-та-пулин вилет пулĕ, терĕ. || Артель. N. Выçă аптăранă çынсем ушкăнĕ-ушкăнĕпе (артелями) ыйткаласа çӳреччĕç. || Селение, часть селения. НАК. Пирĕн патăмăрта Аты-касси ятлă виçĕ ял пур: пĕрине, хушăран вырăссем пурăннăран, Вырăсла-Ушкăн-Аты-касси теççĕ, тепĕрине Кив-Ушкăн-Аты-касси теççĕ, виççĕмĕшне, пирĕн яла, Çĕнĕ-Ушкăн-Аты-касси теççĕ. N. Анатри ушкăн, тури ушкăн (назв. концов деревни = кас). || Связка. N. Вăл тăрать та — кăмака çине хăйă ушкăнĕ çыхса хунă, тет, — çавна илет те, сăкманпа чĕркесе, хăй выранĕ çине выртарать. Изамб. Т. Мăлтан ушкăн-ушкăнпа пит хытă (туго) çыхаççĕ (липовую кору). || Раз. N. Анне пире тепĕр ушкăн пăхрĕ те, виçĕ хут вăрăммăи сывласа ячĕ те, унăн сывлăшĕ тухса карĕ. Ст. Чек. Унтан виçшер витре вара виç ушкăн сапаççĕ. || Прием (раз). КС., И.П.Т. Малтан пĕр ушкăн ярса силленмесен, татах вара: çырлах! пил ту! çырлах! Пил ту! тесе, каллах çурăм тăрăх хăлхи шăтăксе ярать. (Уй чӳкĕ. Юрк. Икĕ тăшмăнсем пĕр ушкăн вăрççа илчĕç. || Часть. Толстой. Унăн (у нее) пĕр ушкăн пырши йăтăнса тухса, типĕ çулçăсем тăрăх сĕтĕрĕнсе пырать. || Время (от времени). Белая Гора † И, ушкăн та ушкăн ăш çунать; хăш вăхăта çитсен сӳнĕ-ши? Альш. † Хамăр тăван аса килсессĕн, ушкăн-ушкăн куç-çулĕ юхать-çке. || Кучка. N. Вăл ял патĕнче пĕр ушкăн çăка йывăçĕсем ӳсеççĕ. || Вереница. Дик. Леб. 42. Сасартăк вĕсенчен карап ушкăнĕ пулать-тăрать (они обратились в корабли).

Русско-чувашский словарь

брат

сущ.муж., множ. братья
ар тăван; пичче, тете (манран аслăраххи); шăллăм (манран кĕçĕнреххи); мой старший брат манăн пичче; его младшие братья унăн шăллĕсем ♦ свой брат хамăр çын

вообще

нареч.
1. (син. обобщённо) пĕтĕмĕшле, пĕтĕммĕн; вообще это верно пĕтĕмĕшле ку тĕрĕс; я говорю о нас вообще эпĕ хамăр çинчен пĕтĕммĕн калатăп
2. (син. совершенно) пачах, вуçех; у меня вообще нет денег манăн укçа вуçех çук

отечественный

прил.
тăван ...; тăван çĕршыв -ĕ, хамăр çĕршыв -ĕ; отечественные товары хамăр çĕршыв таварĕсем; отечественная война тăван çĕршыв вăрçи

родной

прил.
1. тăван, хурăнташлă, пĕр тăхăмлă; родной брат тăван пичче; гостить у родных тăвансем патĕнче хăналан
2. тăван, хамăр; çуралнă; родной край тăван ен; родной язык тăван чĕлхе

собкор

сущ.муж. (сокр.: собственный корреспондент)
собкор, хамăр кор.; собкор газеты хаçат собкорĕ

цель

сущ.жен., множ. цели
1. (син. мишень) тĕл, вырăн (персе лектермелли); самолёт поразил нужные цели самолёт кирлĕ тĕлсене персе аркатнă
2. (син. стремление) тĕллев, ăнтăлу; его цель — окончить институт унăн тĕллевĕ — институт пĕтересси; мы достигли своей цели эпир хамăр тĕллеве пурнăçларăмăр ♦ в целях, с целью ... тĕллевпе

Русско-чувашский словарь (1972)

устраиваться

несов., устроиться, -юсь сов. 1. майлаш, пул; дело устроилось так, как хотели ĕç хамăр тăвас тенĕ пек майлашрĕ; 2. вырнаç (çĕнĕ хваттере); 3. ĕçе кĕр, вырăна кĕр.

Русско-чувашский словарь (1971)

брат

м. 1. ар тăван; мой старший брат пичче, тете; мой младший брат шăллăм; 2. (при обращении) тăван, тус; не горюй, брат ан кулян, тăванăм; молочный брат см. href='/s/молочный'>молочный; на брата çын пуçне; наш брат эпир, пирĕн тавраш, пирешкеллисем; свой брат хамăр çын.

вспомнить

сов. кого-что, о ком-чём аса ил, асăн, астуса ил; вспомнить свою молодость çамрăклăха аса ил; вспомни о нашей дружбе хамăр туслăха аса ил; вспомнить добром ырăпа асан.

между

предлог с те., род. п. хушшинче; между деревней и лесом ялпа вăрман хушшинче; между двенадцатью и часом вуниккĕпе пĕр сехет хушшинче; договориться между собой пĕр-пĕринпе калаçса татăл; между ними нет ничего общего вĕсем хушшинче пĕрешкелли нимĕн те çук; ◇ между делом ерçнĕ хушăра; между двух огней икĕ вут хушшинче; между нами говоря вводн. сл. хамăр хушăра каласан; между прочим 1) ытахальтен, çула май; 2) сăмахран, сăмах май (каласан); между тем çав хушăра (е вăхăтра); читать между строк çырманнине те чухла.

односельчанин

м. пĕр ял çынни, хамăр ялсем.

свой

мест. притяж. 1. хам(ăн), хăв(ăн), хăй(ĕн), хамăр(ăн), хăвăр(ăн), хăй(сен); встать со своего места вырăнунтан тăр; 2. хăйĕн, хăйне евĕрлĕ; в этом есть своя прелесть унăн хăйне евĕр илем пур; 3. в знач. сущ. своё с. хамăнни, хăвăнни, хăйĕнни; он делает свое вăл хăйĕннех тăвать; своего никому не отдам эпĕ хамăнне никама та памастăп; ◇ быть не в своём уме см. ум; в своё время хăй вăхăтĕнче; в своём роде хăйне евĕр (е май); идти своей дорогой хăвăн çулупах кай, ху пĕлнĕ пек ту; настоять на своём хăвăн шухăшу (е сăмаху) çинчех тăр; не своим голосом см. голос; по-своему 1) хам (ху, хăй) пек; жить по-своему ху пурăнас тенĕ пек пурăн; 2) хама (хăвна, хăйне) май (е евĕр); любить по своему хăвна евĕр юрат; 3) прост. хамăранни (хăвăрăнни, хăйсенни) пек, хамăрла (хăвăрла, хăйсемле); говорить по-своему хамăр чĕлхепе калаç; называть вещи своими именами сăмаха тӳррĕн кала; сам не свой см. сам.

семейный

прил. 1. (имеющий семью) çемьеллĕ, килйышлă; семейный человек çемьеллĕ çын; 2. çемье ⸗ĕ [⸗и]; семейная жизнь çемье пурнăçĕ; 3. перен. (частный, внутренний) хамăр хушăри, хăвăр хушăри, хăйсем хушшинчи; свой семейные дела хамăр хушăри ĕçсем; семейное решение вопроса ыйтăва хăйсем хушшинче (е хамăр хушăра) татса пани.

собственный

прил. 1. (принадлежащий кому-чему-л.) хăйĕн, хăйне тивĕçлĕ; собственный дом хăйĕн çурчĕ; 2. (свой) хăй, харпăр хăй; он видел собственными глазами харпăр хăй куçĕпе курчĕ; чувство собственного достоинства харпăр хăй тивĕçлĕхĕн туйăмĕ; по собственному желанию хăй ирĕкĕпе; 3. (буквальный, настоящий) тӳрĕ, чăн; собственный смысл слова сăмахăн тӳрĕ пĕлтерĕшĕ; 4. спец. (свойственный самому лицу) хăйĕн, хăй; собственный вес хăй йывăрăшĕ; ◇ имя собственное грам. пайăр ят; жить на собственный счёт хăвăн укçу-тенкӳпе пурăн; собственной персоной (или особой) шутл. ирон. хăй, хăех; стоять на собственных ногах çирĕп тăр; в собственные руки (отдать, вручить) алăран (пар, тыттар); собственный корреспондент хамăр корреспондент.

усы

мн. (ед. ус м.) мăйăх, усси; отпустить усы мăйăх ӳстерсе яр; ◇ и в ус не дует хăнк та тумасть; сами с усами погов. хамăр та пĕлетпĕр; мотать (себе) на ус см. мотать.

хоть

1. союз (несмотря на то, что..; даже, если) пулсан та, пулин те, ⸗сан та [⸗сен те]; хоть умри, но не сдавайся вилсен те ан парăн; он хоть и болен, но много работает вăл, чирлĕ пулсан та, нумай ĕçлет; . 2. союз (в составе устойчивых выражений для характеристики сказуемого) хăть, хуть, сан та [⸗сен те]; хоть убей, не скажу вĕлерсен те каламастăп; темно, хоть глаз выколи йĕп чиксен те куç курмасть; хоть волком вой хăть кашкăр пек ула; 3. частица усил. (даже) пулсан та, ⸗ах [⸗ех]; готов ехать хоть сегодня паянах кайма хатĕр; 4. частица усил. (по крайней мере) пулин; скажи хоть одно слово пĕр сăмах та пулин калаччĕ; 5. частица (к примеру, например) ⸗ах [⸗ех], хăть, хуть; возьмём хоть свой город хамăр хуланах илер; 6. частица с мест. (любой) кирек; хоть кто кирек кам та; хоть где кирек ăçта та, таçта та; хоть как кирек епле те; хоть бы и так пулин; хоть бы что хăнк та мар; хоть куда (о ком-чём-л.) тиркемелле мар.

ягода

ж. çырла; собирать ягоды çырла тат; ◇ винная ягода см. винный; волчьи ягоды см. волчий; нашего (или одного, своего и т. п.) поля ягод хамăр (йышши) çын.

Русско-чувашский словарь социальной лексики (2004)

инвестор

инвестор, укçа-тенкĕ хывакан; отечественные инвесторы хамăр çĕршыв инвесторĕсем

отечественный

тăван çĕршыв -ĕ, хамăр çĕршыв -ĕ; отечественная война тăван çĕршыв вăрçи; отечественные товары хамăр çĕршыв таварĕсем

пресса

пресса (хаçат-журнал; журналистсем); отечественная пресса хамăр çĕршыв пресси

Этимологический словарь чувашского языка (1964)

хам

«я сам»; ху (хăв) «ты сам»; хăй «он сам»; хамăр «мы сами», хăвăр «вы сами», хăйсем «они сами»; в тюркских языках нет соответствующего родственного слова; абхаз, хам «голова»; ха-у «ты»; в косвенных падежах «себя»...; бур.-монг. ӧӧhen «сам», перс. hӓм-ан «тот самый». Могло образоваться и от местоимения хай «тот самый», «упомянутый» + мин (ман) «я» = «упомянутый — это я».

Чувашско-русский фразеологический словарь

Ăш çурăлса тухать

Ăш [чĕре] çурăлса тухать душа [сердце] разрывается [рвётся] на части у кого, чья; син.: чун татăлать, чĕре шартах çурăлать.
[Çтаппан]: Халĕ сана çын арăмĕ вырăнче куратăп та, ман ăш çурăлсах тухать. Ф. Павлов. Тарăхнипе, чĕри çурăлассăн туйăнать. А. Артемьев. Альăна тата Украинăри хамăр пурнăçа аса илетĕп те, чĕре çурăлсах каять. М. Трубина.

Куç пек сыхла

Куç [куç шăрçи] пек сыхла [упра] беречь как зеницу ока; син.: куç шăрçине сыхланă пек сыхла.
— Эсир, çĕнĕ хунав, хамăр влаçа куç пек сыхлăр, çирĕплетĕр ăна. В. Паймен. Аттемĕрсен ятне сума суса, Ĕçлер хастар пур вăй-халпа, — Куç пек сыхлар çуратнă çĕршыва! Эх, юррăм, янăра. Çак ĕмĕрĕн мухтавлă ачисем, тантăшăмсем, çĕршывăма куç шăрçи пек упратпăр. X. Акивер.

Намăса пĕл

Намăса пĕл стыдиться / постыдиться.
Вăл хăюллăскер, намăса пĕлменскер, Эрехшĕн пуçне те сутма хатĕрскер. Н. Шупуççынни. Вĕсем пире намăса пĕлмесĕр улталарĕç, пире вĕсем хамăр тăвансемпе — рабочисемпе хресченсене хирĕç çапăçтарчĕç. М. Белов.

Пите хĕрт

Пите (питсене) хĕрет 1. позорить / опозорить кого. 2. позориться / опозориться, срамиться / осрамиться; 3. вгонять [вводить] / вогнать [ввести] в краску кого.
1. — Эх, çак ачасене, — терĕ Фатыма, — ирĕксĕрех питсене хĕретеççĕ. Тутар калавĕсем. Ĕнер çеç шурă çар намăсĕ сирĕн питĕре хĕрететчĕ. М. Белов. 2. Çавăн пекех, хамăр та шанса тăратпăр: парти райкомĕ умĕнче пите хĕретме тивмĕ пире. В. Краснов-Асли. 3. — Верхоленский профессорпа эпир кăçал та шырав ĕçĕпе килтĕмĕр. Ыранах Йĕпреçе каятпăр. Эсĕ пирĕнпе пымастăн-и? — тесе, Мурзайкин кăвак куçлă хĕрĕн питне хĕретрĕ. А. Талвир.

Саклат пар

Саклат пар [хур, хыв] закладывать / заложить что.
[Соня:] Тавай, саклат парса хăвар мĕн те пулин. Л. Агаков. Çӳллĕ тăвăн хыçĕнче Арпус чечек юр пекех. Ай-хай, хамăр тантăшсем Саклат хывнă мул пекех. Чăваш халăх юррисем. Пуçне тытса макăрса, старшина-шакăрчашăн сăхман саклат хураççĕ.

Салам пар

Салам пар приветствовать / поприветствовать кого.
— Сăрапа салам памаллаччĕ те салтак ачисене, пирĕн тĕле кăçал çулĕ хамăр ĕмĕтленнĕ пек килмерĕ-çке, — терĕ кил хуçи арăмĕ. Н. Илпек. Аслă хĕрĕ тухать те Ашшĕне парать салам: — Апата кĕрсем, атте, Пиçнĕ хур пайламалла. П. Хусанкай. Пионерсем аллисене çĕклесе салам параççĕ. Митта В.

Çĕр пичĕ çинчен шăл

Çĕр пичĕ [çĕр] çинчен шăл стереть с лица земли кого-что.
Фашистсем крепоçе чăннипех çĕр пичĕ çинчен шăлса ывăтма шут тытрĕç пулас. А. Артемьев. Сантăр хĕçĕ вăй вылярĕ Вутлă вăрçă хирĕнче. Тăшмана вăл касрĕ, ватрĕ, Шăлчĕ хамăр çĕр çинчен. В. Давыдов-Анатри.

Çын куçĕнчен пăх

Çын куçĕнчен [аллинчен] пăх быть зависимым от других.
Хамăр тăнпуç пур чухне çын куçĕнченех пăхмăп-çке те çав. Ху çын аллинчен пăхакан пулăн, сăмахсăр татăк çăкăр та çиеймĕн.

Ура çине тăр

Ура çине тăр [çĕклен] становиться [вставать, подниматься] /стать [встать, подняться] на ноги (1. выздороветь, оправиться от болезни; 2. сделаться самостоятельным, приобрести независимое положение; 3. поправить, улучшить своё экономическое, материальное положение; 4. встать на ноги).
1. Ăнсăртран Сахрун пичче арăмĕ, Мавра инке, вĕри чирпе чирлесе ӳкрĕ те урăх ура çине тăраймарĕ, вилчĕ. М. Данилов-Чалтун. 2. Çавнашкал Шупашкар уесĕнче, Кӳкеçре, чухăнсем ура çине тăрса кĕрешме тытăнсанах, кулаксем вĕсене вăйпа тĕп тума хăтланса пăхаççĕ. И. Кузнецов. 3. Эпир хамăр хуçалăха ура çине тăратаймасан, пире çапса хуçĕç. В. Ленин. Ура çине тăнă-тăман тăлăха юлтăм. Ю. Званацкий. 4. Штаба бригада командирĕпе начдив килсе кĕчĕç. Пуçлăхсене полк штабĕнчисем ура çине кар тăрса кĕтсе илчĕç. В. Бурнаевский. Кил çинчен аса илсен, Мамлеев хатарланса ура çине тăчĕ, карттусне хывса, çӳçне пӳрнисемпе якатрĕ. Хв. Уяр.

Чĕрене кĕрсе вырнаç

Чĕрене кĕрсе вырнаç западать / запасть в душу [в память] кому.
Ленин çинчен калани Чĕрене кĕрсех вырнаçрĕ. Ленин халăх чĕринче. Хамăр ирĕклĕхе сыхлама çĕкленĕр, харам пыр мул хуçисене хирĕç çапăçăва тухăр! — çак сăмахсем çамрăк Антунăн чĕрине яланах кĕрсе вырнаçаççĕ. А. Ĕçхĕл.

Чыса яр

Чыса яр обесславливать / обесславить кого-что; син.: намăс кăтарт, ята çĕрт.
Хамăр бригада чысне яман. В. Алентей. — Пирĕншĕн ан хăрăр, Юлия Ефимовна, эпир, шкул чысне ярас çук, — терĕ вĕренӳре те, ĕçре те малта пыракан Маша Карпова. Ф. Андреев.

Шута ил

Шута ил 1. принимать / принять на учёт кого-что; 2. принимать / принять во внимание что, учитывать / учесть что.
1. Урхальпа Лотов кĕлете хывнă тырра шута илме килнĕ. Т. Петĕркки. Эпир, нормировщикпа иксĕмĕр, хамăр сăнанă рабочисем миçешер «поршень тунине шута илтĕмĕр. П. Щипцов. 2. Çĕпĕрте кӳлĕ нумаййине такам та пĕлет. Вĕсене ученăй-ихтиологсем йăлт шута илнĕ. К. Турхан. [Сулмаков — Архип Кузьмича:] Критикăна шута илместĕр. Н. Терентьев.

Шыва кĕр

Шыва кĕр 1. купаться / искупаться; 2. окачиваться / окатиться; 3. сильно потеть / вспотеть.
1. Хамăр колхоз пĕвинче Эпир шыва кĕретпĕр, Тăрă-тăрă шывĕнче Пулăсем пек ишетпĕр. Е. Афанасьев. Çамрăксем пĕрин хыççăн тепри кимĕ çинчен анчĕç, васкамасăр салтăнчĕç те шыва кĕрсе уçăлчĕç. Н. Илпек. Çĕрле вара, уяр çанталăкра, Днепра уйăх-çăлтăрсем шыва кĕме анаççĕ. 2. Пĕр икшер-виçшер çапăнсан сивĕ шывпа шыва кĕрсе тухаççĕ те пăлтăрта сивĕ çĕрте тумланаççĕ. 3. Шыва кĕрсе тухнă пек пултăм.

Неологический словарь чувашского языка

ачапча

п.в. 14—16 çула çитмен ачасем; ача-пăча. Çуралтăр хурт кĕшки пек ачапча... П.Хусанкай, 1968, 68 с. Ачапча пек савăнать симĕс тумлă тĕнче. Н.Петровский, 1974, 8 с. Тĕлĕнетĕп эпĕ хамăр халăхран, президента ачапча шайĕнчи çынна (...) та суйлама хатĕр. Н.Исмуков //Х-р, 21.07.1992, 3 с; Я-в, 1992, 4 /. Ачапча ачапчах ĕнтĕ вăл, ашкăнасси, алхасасси унтах. Л.Мартьянова //Т-ш, 1999,10 /,8 с. — ачапча вăййи (А.Афанасьев, 1985, 98 с.); ачапча тетти (Г.Айхи, 1990, 34 с.); ачапчалла хăтлан (Ю.Артемьев, 1991, 7 с.); — ял ачипчи (М.Сениэль, 1990, 140 с.); чăваш ачипчи (ÇХ, 1999, 9 /, 12 с.). — Егоров, 1936, 69 с.; Егоров, 1954, 21 с.

илпеклĕх

п.с. Тулăхлăх, ырăлăх, пехетлĕх. Эмигрантсем, 1973 çулта Парижа пырсан, унти илпеклĕхпе Раççейри чухăнлăхран тĕлĕннĕ. Х-р, 5.02.1997, 3 с. Каланă евĕр хамăр Айзман, илпеклĕх — йыш кĕрнекĕнче. Ю.Сементер //Я-в, 2000, 4 /, 19 с.

ирĕкле

п.с. Ирĕк пар, ан чар, ан хирĕçле. Саккун ирĕк-лекен майсемпе ĕçлес тесен, ... хамăр хастар пулни кирлĕ. В.Станьял //Х-р, 19.12.1996, 3 с. — Ашмарин, III, 134 с.

кăлава

ч.с. Район (е хула) администрацийĕн пуçлăхĕ; райадминистраци (туп.) пуçлăхĕ. Кăлавара ĕçленĕ В.Петров хваттерсене ... хăй тĕллĕн валеçнĕ иккен. Х-р, 16.08.1996, 3 с. Кушков кăлава пулма килĕшĕ-ши. Х-р, 13.09.1996, 3 с. Пуçа усса тухрăмăр хамăр шанса суйланă кăлава патĕнчен. ХС, 1999, 27—28 /, 2 с. Районăн унчченхи пуçлăхĕ те, хальхи кăлава та ку енĕпе ĕçлемен. Ч-х, 2001, 6 /, 3 с. — хуласемпе районсен кăлависем (ЧÇ, 1998, 14 /, 11 с.); районсемпе хуласен администрацийĕсен кăлависем (ХС, 1999, 23 /, 1 с.); Шăмăршă кăлави (Х-р, 7.02.1997, 2 с.); Муркаш кăлави (А-и, 2000, 1 /, 3 с.).

кăларăм

ç.п. Радиопа паракан е телевиденипе кăтар-такан пĕр-пĕр программа; передача. Хамăр та пĕчĕк чухне «Спо-койной ночи, малыши» передачăна еплерех кĕтеттĕмĕр те. Ун чухне чăвашла тухакан унашкал кăларăм çукчĕ. ÇХ, 1999, 9 /, 12 с. «Ăраскал»наци кăларăмĕ [Пуçелĕк]. ÇХ, 1999, 29 /, 1 с. Миçе çул ĕнтĕ [Г.Вастрюкова] ача-пăча передачисен редакцине ертсе пырать. Вăл хатĕрлекен «Шăнкăрав» кăларăма итленĕ хыççăн чун çемçелет. Т-ш, 1999, 10 /, 1 с. — радио кăларăмĕсем (Д.Гордеев //В-х, 8.07.1991, 12 с.); — кăларăм хатĕрле, кăларăм пăх (Х-р, 21.08.1998, 1 с.); кăларăма хутшăн (ÇХ, 1999, 2 /, 12 с.).

кинобоевик

ç. с. Боевик (туп., 1). Кинобоевиксенче çын çынна шелсĕррĕн хĕненине... курса хамăр та çын пурнăçне хĕрхенме пăрахрăмăр. Х-р, 5.09.1992, 1 с. Вырăнти телерадиокомпанисене кинобоевиксем кăтартма чарнă, мĕншĕн тесен вĕсем террористсемшĕн кăтарту пособийĕсем пулма пултараççĕ. Х-р, 29.06.1995, 3 с.

матрус

п.в. Ахаль моряк; матрос. Тăварлă çилпе кастарса кăкăра, ишер, матруссем! П.Хусанкай, 1941, 8 с. Хамăр ял ачи, ман тус ... пулнă тинĕсре матрус. Я.Ухсай, 1971, 189 с. Ман тусăм, хĕрлĕ питлĕскер, матрус пекех вăл сĕмсĕрскер. К.Бельман, 1999,157 с. А.Дмитриев Тинĕс Çар флотĕнче, шыв айĕпе çӳрекен атом кимми çинче матрус службине таса кăмăлпа пурнăçланă. Ар, 2001, 4 /, 2 с. — Егоров, 1936, 297 с.; Ашмарин, VIII, 211 с.

приватизацилен

ç.с. Патшалăх харпăрлăхĕнчен уйрăлса тух. Хамăр тĕллĕн приватизациленетпĕр [Пуçелĕк]. Х-р, 2.06.1993, 1 с. СУ-17 управлени коллективĕ те хăй тĕллĕн приватизациленме, хăй тĕллĕн пурăнма шут тытрĕ. Х-р, 20.10.1993, 1 с. Иртнĕ çул республикăра чылай предприяти хăйĕн харпăрлăх формине улăштарчĕпатшалăх предприятийĕсем приватизациленнĕ хыççăн акционер обществисем ... пулса тăчĕç. Х-р, 20.01.1994, 2 с.

ĕсĕклев

п.с. Йĕрӳ-макăру, йĕрлешӳ, макă-рашу, ӳлешӳ, хӳхлев. Эс ик куçна шăлаттăн, шăп-шăпăрт сывлăшра чĕтретчĕ ĕсĕклев. П.Хусанкай, 1962 (Лирика), 190 с. «Таврăнтăрччĕ кăна...»ĕсĕклевне чараймарĕ Раис. Д.Гордеев, 1985, 21 с. Хӳшĕ ăшĕнче ĕсĕклев, йынăшу. В.Эктел, 1996, 45 с. Танл., А ман ĕсĕклӳхамăр çинчен. Х.Агивер, 1984 (Икĕ аркăллă кĕпе), 98 с. Сан кĕввӳнте ман ĕсĕклӳ те пур. Н.Петровский, 1995, 109 с. — сассен ĕсĕклевĕ (Н.Теветкел, 1966, 74 с.); чĕчĕ ачисен ĕсĕклевĕ (П.Афанасьев,1985, 148 с.); çамрăк хĕрарăм ĕсĕклевĕ (Я-в, 1991, 7 /, 20 с.); макăру-ĕсĕклев (Ар, 2002, 20 /, 3 с.).

ĕсĕклӳ

п.с. Йĕрӳ-макăру, йĕрлешӳ, макă-рашу, ӳлешӳ, хӳхлев. Эс ик куçна шăлаттăн, шăп-шăпăрт сывлăшра чĕтретчĕ ĕсĕклев. П.Хусанкай, 1962 (Лирика), 190 с. «Таврăнтăрччĕ кăна...»ĕсĕклевне чараймарĕ Раис. Д.Гордеев, 1985, 21 с. Хӳшĕ ăшĕнче ĕсĕклев, йынăшу. В.Эктел, 1996, 45 с. Танл., А ман ĕсĕклӳхамăр çинчен. Х.Агивер, 1984 (Икĕ аркăллă кĕпе), 98 с. Сан кĕввӳнте ман ĕсĕклӳ те пур. Н.Петровский, 1995, 109 с. — сассен ĕсĕклевĕ (Н.Теветкел, 1966, 74 с.); чĕчĕ ачисен ĕсĕклевĕ (П.Афанасьев,1985, 148 с.); çамрăк хĕрарăм ĕсĕклевĕ (Я-в, 1991, 7 /, 20 с.); макăру-ĕсĕклев (Ар, 2002, 20 /, 3 с.).

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

муритле

ĕшентер. Эпир халĕ те пулин хамăр выльăха муритлесе (ĕшентерсе) усратпăр … [Франкфурт 1913:4].

поэт

сăвăç. <…> çак ĕçе пĕлес тесен, хамăр чуна усă кӳрес тесен пирĕн сăвăçсемпе (поэтсемпе) те, халăхсем епле пурăнса ирттернине пĕлекенсемпе те, пур çынпа та калаçса унтан вĕренмелле… Çавăнпа тĕрлĕ вĕрентӳ хушшинче пĕр пекрех япаласем пулсан вĕсене вĕренни усăллă [Избранные (январь) 1904:5].

хĕрес хыв

сăх сăх. Унтан вара вăл хăй çине хĕрес хывса (сăх сăхса) каланă: кай ман патăмран, шуйтан! Санăн тума шухăшланă ĕçӳсем пĕтчĕр тесе ылханатăп сана тенĕ [О святых 1892:29]; Кĕл тунă чухне эпир кĕлĕ сăмахĕсене калатпăр, хамăр çине хĕрес хыватпăр (сăх сăхатпăр) <…> [Наставление 1896:3].

хисеп пар

ответ пар. Эпир хамăр пурăнăçăмăрта мĕн тунă, çавсем пурте ун чухне курăнса тăрĕç; кирек кам та хăйĕн усал ĕçĕсемшĕн намăсланă, пур çын та сутра хăйшĕн хăй хисеп парĕ! [Осмотрись 1900:7].

См. также:

хам пуç тĕлĕшĕн хам тĕллĕн хам тенĕ çын хамăн « хамăр » хамăр кассем хамăр тенĕ çын хамăрăн хамăрăнсем хамăра хамăр

хамăр
Свойства слова не указаны
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150