Поиск: çак

Введите слово для поиска

Область поиска:

Чувашско-русский словарь (1982)

ай

2.
выражает упрек, порицание, досаду, сожаление, иронию
ой, ай, ну, эх
ишь

ай, мĕнле ăнланмастăн çак эсĕ! — эх, как же ты не поймешь!
ай, ан суеçтер! — ой, не выдумывай!
ай-ай, эсĕ пит чее! — ишь какой ты хитрый!
ай-ай-ай, намăс мар-и сана макăрма? — ай-ай-ай, и не стыдно тебе плакать?

алка

I.

1.
серьга и серьги,
сережка
и сережки
хăлха алки — серьги
ылтăн алка — золотые серьги
алка çак — надеть серьги
ман хăлхамри кĕмĕл алка, çути ӳкрĕ пит çине — фольк. у меня в ушах серебряные серьги, блеск от них отражается на моем лице

алка


алка çак — цвести (о злаках)

артак

благополучный
артак пурнăç — благополучная жизнь, жизнь в достатке
çак киле артак пултăр! — да будет достаток в этом доме!

астив

пробовать
отведывать
уст.
çак апата астивсе пăхăр-ха — попробуйте-ка вот это блюдо

вешалка

вешалка
йывăç вешалка — деревянная вешалка
вешалкăна çак — повесить на вешалку

вучах

4.
горн (в кузнице)
загнетка (в русской печи)
тимĕрçĕ вучахĕ — кузнечный горн
вучаха кăмрăк кăлар — выгребать угли из печи на загнетку
вучаха хуран çак — повесить котел на загнетку

йăрхах

деревянный крюк (вбитый в стену)
тумтире йăрхаха çак — повесить одежду на крюк

карăнтар

1.
натягивать, напрягать, делать тугим
мускулсене карăнтар — напрячь мускулы
тилхепене карăнтар — натянуть вожжи
тир карăнтарса çак — растянуть шкуру (для сушки)

кăкан

1.
ушко и ушки (ведра, кадки и т. п.)
витре кăканĕ — ушки ведра
кăканран çак—  подвесить за ушки

кăмăлла

4.
облюбовать
эпĕ çак чечеке кăмăлларăм — я облюбовал этот цветок

контекст

лингв.
контекст (текстăн пĕр пайĕ)
çак сăмахăн пĕлтерĕшне контекстра кăна ăнланма пулать — значение этого слова можно понять лишь в контексте

кутамкка

1.
котомка, вещевой мешок
салтак кутамкки — солдатская котомка
тулли кутамкка — полная котомка
кутамкка çакки — лямка котомки
кутамкка çак — закинуть котомку за спину

лацкан

лацкан
пиншак лацканĕ — лацкан пиджака
лацкан çине значок çак — прикрепить значок на лацкан

люфа

2.
люфа (çак ӳсентăранăн çимĕçĕнчен тунă губка)
люфапа çу — мыть люфой

мĕн

5. мест. определит.
каждый
весь, все, все

мĕн пынă çын — каждый, кто приходит; все, кто приходит
мĕн пĕлнине каласа патăм — я рассказал все, что знал
унăн мĕн пĕлнĕ ĕçĕ те çак анчах — вот и все, что он умеет делать
мĕн пурĕ те  — всего-навсего
мĕн ĕмĕрне вăл ĕçре ирттернĕ — он работал всю жизнь

пар

III. глаг.

1.
давать, выдавать, отдавать, отпускать
вручать

кивçен укçа пар — дать взаймы денег
лашана сĕлĕ пар — задать лошади овса
чечек çыххи пар — преподнести букет цветов
çак кĕнекене пар-ха — дай-ка вот эту книгу
паян шалу параççĕ — сегодня выдают зарплату
лайăх вĕренекен студентсене стипенди параççĕ — успевающим студентам выплачивается стипендия
памаллипех пар — отдать насовсем
парса пĕтер — раздать (все)
парса тух — раздать, вручить (всем подряд)
парса яр —
1) отдать
эпĕ ăна юлашки укçана парса ятăм — я отдал ему последние деньги
2) передать, послать что-л. через кого-л.
кĕнекене йăмăкран парса яр — передай книгу через мою сестренку
Паракантан ил, çапакантан тар. — погов. Дают — бери, бьют — беги.

пар

6.
давать, платить
çине пар — приплатить, дать в придачу
çак çĕлĕкшĕн миçе тенкĕ паратăн? — сколько (рублей) дашь за эту шапку?

пăта

1.
гвоздь
йывăç пăта — деревянный гвоздь
пĕчĕк пăта — гвоздик
тимĕр пăта железный гвоздь
такан пăти — подковный гвоздь
пăта шлепки — шляпка гвоздя
пăта çап — вбить гвоздь
пăтаран çак — повесить на гвоздь

пĕрене

3. диал.
стена (бревенчатая)
пĕрене çумне çак — повесить что-л. на стену

пилĕкçуллăх

пятилетний
пĕрремĕш пилĕкçуллăх — первая пятилетка
вăрçă хыççăнхи пилĕкçуллăхсем — послевоенные пятилетки
çак пилĕкçуллăх вĕçленнĕ тĕле — к концу текущей пятилетки
савăт пилĕкçуллăх заданийĕсене срокчен тултарнă — завод досрочно выполнил задания пятилетки

питĕрĕнчĕк

1.
запертый, закрытый
питĕрĕнчĕк арча — запертый сундук
питĕрĕнчĕк чӳрече — закрытое окно
алăк шал енчен питĕрĕнчĕк — дверь заперта изнутри
çак çурт яланах питĕрĕнчĕк — этот дом всегда стоит закрытым

портьера

портьерный
йывăр портьера — тяжелая портьера
портьера пусми — портьерная ткань
чӳрече çине портьера çак — повесить портьеру на окно

пула

2.
благодаря
çак эмеле пула эпĕ сывалтăм — благодаря этому лекарству я выздоровел
механизацие пула ĕç тухăçлăхĕ ӳсрĕ — благодаря механизации производительность труда возросла

пушă

1.
пустой, порожний
пушă кĕленче — пустая бутылка
пушă ещĕк — порожний ящик
пушă лав — порожний воз
машинăсем хуларан пушă таврăнчĕç — машины вернулись из города порожняком
çурт пушă ларать — дом пустует
Пушă хурана вут çине ан çак. — посл. Пустой котел на огонь не вешают.
Пушă алăпа кайиччен пашалупа кай. — погов. Коли в гости идешь, хоть лепешку возьми — все не с пустыми руками.

репродукци

2.
репродукция (çак майпа тунă ӳкерчĕк)
картина репродукцийĕ — репродукция с картины
репродукци альбомĕ — альбом репродукций
репродукци ту — делать репродукции

саккăрăн

числ. собир.
восьмеро, ввосьмером
çак ĕçе сирĕн саккăрăн тумалла — эту работу вы должны выполнить ввосьмером

санăн

1.
у тебя
санăн çак кĕнеке пур-и? —у тебя есть эта книга?
сан патăнта кăштах ларам-ха — я посижу немнбго у тебя

саншăн

1.
за тебя
для тебя
ради тебя
из-за тебя

саншăн юрлатăп çак юрра — я пою эту песню для тебя
саншăн вăхăтра çитеймерĕмĕр — из-за тебя мы не успели вовремя приехать
кам тăвать ку ĕçе саншăн? — кто сделает это за тебя?

саппун

передник, фартук (разного покроя)
пир саппун — холщовый фартук (рабочая одежда)
çитсă саппун — ситцевый передник
саппун хурти — оборки фартука
саппун çакки — верхняя тесемка фартука
саппун çак — надеть фартук

саркала

разворачивать, раскрывать, распускать
простыне саркаласа çак — развернуть и повесить простыню (для сушки)
саркаласа пăх — развернуть и посмотреть
турткăш хӳрине саркаласа янă павлин — распустил свой хвост

сăмахран

например, к примеру
эпĕ, сăмахран, килĕшместĕп — я, например, не согласен
сăмахран çак автор пултарулăхне пăхса тухар-ха — к примеру, рассмотрим творчество этого автора

тавăр

1.
выворачивать, вывертывать (наизнанку)
кĕпене тавăрса çак — повесить рубашку, вывернув ее наизнанку
кĕсъене тавăрса кăлар — вывернуть карман
хутаçа тавăрса силле — вытряхнуть мешок, вывернув наизнанку
тавăрса тăхăн — надеть наизнанку

типĕт

1.
сушить, высушивать, засушивать
йĕтĕн типĕт — сушить лен
сухари типĕт — сушить сухари
çӳç типĕт — сушить волосы
хĕвел синче типĕт — сушить на солнце
типĕтме çак — повесить для просушивания
шăлса типĕт — вытирать досуха
типĕтмелли камера — сушильная камера

укçалантар

давать деньги
делать денежным разг.
çак ĕç пире укçалантарчĕ — благодаря этой работе мы заимели деньги

урăх

4.
кроме, помимо
çак кĕнекесенчен урăх шкапра нимĕн те çук — кроме этих книг в шкафу ничего нет

хăвар

1.
оставлять
йĕр хăвар — оставлять след
усал ят хăвар — оставлять после себя дурную славу
малтанхи пек хăвар — оставить как было, оставить по-прежнему
ăратлăх хăвар — оставить на племя
вăрлăхлăх хăвар — оставить, приберечь на семена
мана валли çак кĕнекесене хăвар-ха — отложи мне вот эти книги

хĕстеркĕч

2.
прищепка (для белья)
простыне хĕстеркĕчсемпе тытăнтарса çак — повесить простыню, закрепив прищепками

хуран

котельный
пĕчĕк хуран — небольшой котел, казанок
сăра хуранĕ — пивной котел, большой котел для варки пива
така хуранĕ — большой котел (для варки артельной пищи)
туй хуран — латунный котел
хуран айĕ — круг для установки котла, подставка для котла
хуран кашти — перекладина для подвешивания котла
хуран çакки — крюк для подвешивания котла
хуран хăлăпĕ — дужка котла
хуран ывси  — деревянная крышка котла
хуран витти — деревянная крышка котла
Пушă хурана вут çине ан çак. — погов. Пустой котел на огонь не ставь.
Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă. (Мăйăр). — загадка Каша в маленьком котле вкусна. (Орех).

хутав

1.
деревянный гвоздь, крюк (для одежды)
тăлăпа хутава çак — повесить тулуп на крюк

хутлăх

5.
промежуток (времени)
икĕ эрне хутлăхĕнче — в течение двух недель
çак хутлăхра — в течение этого времени, в эти дни

хушă

3.
промежуток (времени)
какое-л. время
ку хушăра — в этот промежуток (времени), за это время
çак хушăра — в этот промежуток (времени), за это время
кĕске хушăра — в короткое время
чылай хушă — долгое время
эрне хушши çичĕ кун — в неделе семь дней

шăнкăрав

1.
колокольчик
бубенчик

йĕс шăнкăрав — медный колокольчик
пĕкĕ çумне шăнкăрав çак — подвесить к дуге колокольчик

шултралăх

крупный лес, лес с большими деревьями
çак вĕтлĕх хыççăн шултралăх пуçланать — за этим мелколесьем начинается крупный лес

юра

2.
годиться, быть годным для чего-л., подходить
атă юрасах каймасть — сапоги не подходят (по размеру)
çак хăмасем катка тума юраççĕ-ши? — годятся ли эти доски на кадку?

çак

I. (çакă)
мест. указ.

1.
вот этот, сей (при указании на близкий объект или момент)
çак ача — этот мальчик
çак кун — 1) этот день 2) в этот день
çак хушăра — за это время
çак çуртпа çав çурт хушши — расстояние между этим и тем домами

çак

2.
этот, тот (о ком или о чем говорилось ранее)
ĕçрен тин таврăннăччĕ çак — он только было вернулся с работы
çакскер — вот этот самый, он самый
çакăн хыççăн — после этого
çакна ан ман — не забывай об этом

çак


çак кунсенче — на этих днях (в будущем)

çакăн пек —
1) такой
мана шăпах çакăн пек костюм кирлĕ — мне нужен точно такой костюм
2) так
ăçта васкатăн çакăн пекех? — куда ты так спешишь?

çак таранччен — до сих пор
çак тарана çитсе — до сих пор, покуда прост.
çакăншăн, çакăн пирки — из-за этого
çакăнпа пĕрлех — вместе с тем
çакăн чухлĕ — столько, в таком количестве
çакна май — в связи с этим

çак

II. глаг.

1.
вешать
тумтире пăтана çак — повесить одежду на гвоздь
кăларса çак — вывесить наружу
типĕтме çак — вывесить для просушки
çакса тултар — увешать, навешать (много)
çакса тух — развешать
çакса хур — подвесить
çакса яр — повесить, привесить
алла çыхса çакнă — рука на перевязи
лампа çакса яр — повесить лампу
çакнă канат çул — подвесная канатная дорога

çак

2.
вешать, навешивать, надевать
повязывать

кутамкка çак — надеть рюкзак
пăшал çак — повесить ружье (за спину)
галстук çакса çӳре — носить галстук
хулпуççи урлă çак — перекинуть через плечо

çак

3.
вешать, прикреплять
нацеплять
разг.
значок çак — нацепить значок
плакат çак — прибить плакат
пакун çак — нацепить погоны
ялав çак — вывесить флаг

çак

4.
покрываться, одеваться (напр. листвой)
улмуççи улма çакса ларать — яблоня вся покрыта яблоками

çак

5.
вешать (казнить)
çакса вĕлер — повесить, предать казни через повешение

çак

6.
вешать (на очаг), ставить варить
апат çак — ставить варить пищу
Килмен хăнашăн хуран ан çак. — посл. Для неприбывшего гостя котел не вешай.

çакă

2.
вшалка, плечики
йывăç çакă — деревянная вешалка
хуçланакан çакă — складные плечики
пиншака çакă çине çак — вешать пиджак на плечики

çакма

диал.
крюк, крючок
алшăллине çакмаран çак повесить — полотенце на крюк

çактар

понуд. от çак

çăлă

2.
колода, подвесной улей
çăлă çак — подвесить улей (на дерево)

çине

послелог
на кого-что-л.
виççĕ çине пайла — разделить на три
ман çине пăх-ха — посмотри на меня
пăта çине çак — повесить на гвоздь
çул çине апат ил — взять еды на дорогу
ура çине тăр — встать на ноги
вăл айăпа çын çине ямасть — он не сваливает вину на других
эпир сан çине шаннă — мы надеялись на тебя

çурăм

спинной
курпун çурăм — горбатая спина
çурăм лупашки — ложбинка на спине
çурăм çинчи çунат — спинной плавник (у рыб)
çурăмпа лар — сидеть спиной к кому-чему-л.
алла çурăм хыçне тыт — заложить руки за спину
кутамккана çурăм хыçне çак — повесить рюкзак за спину
çурăмран чыш — стукнуть по спине
Хырăм çурăм çумне çыпçăнса ларчĕ. — погов. шутл. Живот присох к спине (от голода).
Çурăмĕ пур, хырăмĕ çук. (Такана). — загадка Спина есть, а живота нет. (Корытце).

ăнлантар

4.
ориентировать, помогать разобраться
çак схемăна ăнлантарăр-ха — помогите мне разобраться в этой схеме

çак


алăран çак  — водить под ручку
хутаç çак — повесить сумку (т.е. пойти по миру)

хутаç


кĕтӳç хутаççибот. пастушья сумка
ӳпке хутаççи çурхахĕ анат. плевра
хутаç çакуст. пойти с сумой, пойти по миру

тух


виçерен тух — потерять чувство меры, выйти за рамки чего-л.
йĕркерен тух — нарушать нбрмы поведения
манăçа тух — быть забытым, преданным забвению
мухтава тух — прославиться
чапа тух — прославиться
сăмахран тух — не слушаться, быть ослушником
çăва тух — дожить до лета
çутта тух — просвещаться, становиться просвещенным
тӳрре тух — оправдаться, оказаться правильным (напр. о прогнозе)
хисепрен тух — потерять уважение окружающих
шанчăкран тух — потерять доверие, выйти из доверия
сăмавар тухрĕ — самовар вскипел
çăкăр тухрĕ — хлеб испекся
япалан хакĕ тухрĕ — вещь окупила себя, оправдала свою цену
çак шухăш пуçран тухмасть — эта мысль не выходит у меня из головы

кун


çак кунсенче — на днях
паянхи куна — на сегодняшний день
кун енĕуст. юг, южная сторона
кунĕ ырă пултăр! —  добрый день!
кунпа мар, сехетпе ӳсет — растет не по дням, а по часам

çак

III. частица вопр.

ли, же, это
кам килчĕ çак? — кто это пришел?
ăçта çухалчĕ çак вăл? — куда же он подевался?
эсĕ пирĕнпе пыратăн-и çак? — пойдешь ли ты с нами?

çакă

II.
см. çак I.

эткер

4. уст.
местность, край, место
çак эткерте — в этих местах

Никольскийĕн чăвашла-вырăсла словарĕ

ерне

I.
неделя
ерненĕн — неделями, понедельно
ерни-ернипе — по целым неделям
ернипе — целую неделю
ернелĕхе — на неделю
çак ернере — на этой неделе
çĕнĕ çул иртни миçе ерне-ши? — сколько недель прошло от нового года
аçусем ĕнтĕ сана пĕр ернеренпе кĕтеççĕ — уже неделя, как твои родители ждут тебя
ерне кунĕсем — дни недели

илемлĕлет

син.: илемлет
украсить
пӳлĕме илемлĕлет — комнатку украсить
илемлĕлетни, илемлĕлетекенни — украшение
пур çĕрте те пĕр илемлĕлетни анчах — везде одно только украшение
çак çурта илемлĕлетекенни — это украшение дому

йăла

обычай
мода
церемония
характер, темперамент

çак лашан йăли пит лайăх — у этой лошади нрав очень хороший

мăшкăла

насмехаться; позорить; çак ачасенчен мăшкăлаччĕç – насмехались на этими детьми.

116 стр.

сиктер

качать, сдвинуть
çак куркана манран сиктерсе хăварсам — пронеси эту чашу мимо меня
ача сиктер — качать ребенка

çак

I.
повесить, вешать
епĕ çĕлĕке йалан çак пăтана çакатăп — я постоянно вешаю шапку на этот гвоздь

çак

II. син.: çакă
этот
çак сехетрех — сейчас
çак кунсенче — на днях

çуркунне

син.: (çур)
весной
çитес çуркунне — в будущую весну
çуркунне пĕр майах — всю весную
çак çуркунне — в эту весну

Словарь чувашского языка

ырă

(ыры˘), добрый, хороший, превосходный, отличный; здоровый; милый. Почтенный. Святой. Ист. 65. Çын, ырра курсан, ырă чап сарать, усала курсан, усал чап сарать. Псалт. 389. Астивсе пăхăр, Турă ыррине курăр. Тороп-к. Пăть-пăлтĕк потене, ыр çарана йоратать. Альш. Ырă ут çине ларакан ырман, тет; çĕнĕ кĕрĕк тăхăнан шăнман, тет. Пазух. Ыр ут утланакан та, ай, ырман, тет; ыр тумтир тăхăнакан та, ай, шăнман, тет. Юрк. † Ырă ут çине ларакан ырман. Юрк. Ытла ырă пулĕччĕ, ун вырăнне Магницкие кӳртсе лартсан. Янг. К. Мана сĕт ырă мар, мне молоко не идет (сказал человек, которого прошиб понос). Сёт-к. Ыр ят (добрую славу) сарса çӳрет † Йĕри-тавра йыснисем! Хаяр сонсах ан ярăр, ыр кон-çолне халалăр. (--халаллăр). N. Сан ырă (почтенное) çыруна иккĕ [илтĕм]. Юрк. Ку тĕрлĕ аслă пăраçникре те çынна ырă сăмах кала пĕлмеççĕ. Юрк. Епле хăйсем пуйни çинчен тĕрлĕ ырă хыпарсем сарма тăрăшаççĕ. N. Турă ăна (ей) вилсессĕн те, ырă вырăн патăр, çутă çĕре кӳртсе вырнаçтартăр, тет. † Ырă шĕшкĕ пек тантăшсем пурччĕ; ырă хулă пек йăмăксем пурччĕ, — тăрса йулчĕç, ай, курăнать! Полт. 54. Ырă сехет çывхарать. Полт. 50. Ачашлакан ыр куçа астумасăр вăл ларать. † Çак хăта-тăхлачă ыр пулсассăн, пире килме-кайма пит лайăх. Эльборус. Хăш енчен шăршласа пăхан, çав енчен тĕрлĕ ырă шăрш килет. † Ах, хĕрес аннеçĕм, аттеçĕм, хаяр сонсах ан ярăр, ыр халапне парса ярăр! (т.-е. пожелайте добра, благословите). N. Святой апостол Павел çирнă ырă кĕнеке çинче. N. Арăмĕ каланă: веç санăн ырă апу ылтăн тарилккене çапса çĕмĕрчĕ и çитерекен лашана чиксе вĕлерчĕ, тенĕ. Собр. 3820. Ялтан яла шыраса ялăн ыри (лучшие из деревень) кунта-мĕн; хĕртен хĕре шыраса хĕрĕн ыри (надо: ырри?) кунта-мĕн. Ала, 7. Ну,  ăвăлăм, эсĕ манăн сăмаха итлесессĕн, ырă тăнлă çын пулăн. Тăвйп. Эпĕ ырра хирĕç ырă, усала хирĕç усал, тенĕ. Сказк. и пред. 18. Сывлăш ырă ыйхинчен вăранма та пуçларĕ. N. Ырă сывлăш, кисе, туртса кăларинччĕ, тесе калать, тет. N. Ырри çухатнă, усалли кӳнĕ теççĕ. (Послов.). Чхйп. Кĕтӳç хăй кĕтӳне вăй çитнĕ таран ырă пăхсан, кĕтӳри выльăхсам та ырă, аван, мăнтăр пулаççĕ. Никит. † Курăк ыри — çырла çеçки (лучшая из трав — ягодный куст), çырли ларать хĕп-хĕрлĕ. Ст. Ганьк. Ырă сехет тĕлне ту. Fac, ut faustam offendamus horam, h.e., ut opportunum tempus nanciscamur. Якей. Хĕрĕн ырри конта-мĕн. Оказывается, лучшие девицы — здесь. Юрк. Усал çумне выртаччен ырă (так напис.) ури вĕçне вырт. † Ĕçкĕ ĕçме лайăх ырă куç. Ватта ырра хур. Старого уважай. Бюрг. Кун кунлама патăр, çĕр çĕрлеме патăр; каçхине каçах пултăр, ирхине ырах пултăр. (Из обр. «тĕтĕрни»; Сала 3450). Сред. Юм. Кĕçĕллĕ çынна мунчара çапăннă чôхне ыррăн туйăнать (бывает приятно). N. Эпĕ халĕ турă пулăшнипе ырă-сывă пурăнатăп. (Из письма). † Усал çумне выртиччен ыррăн ури вĕçне вырт. Чем ложиться рядом с злым, лучше лечь в ногах у доброго. Альш. Атте-анне килĕнче мĕскер пур? — Ырă улпутран ырă тетем пур, ырă (почтенная) пикерен ырă инкем пур. Ырă вут ами, почтенная мать огня. См. Ашапатман. Т. VI, 22. Б. Бур. † Пули-пулми çынпала çула ан тух, ырă (почтенный) улпут пек пуçна çухатма. Сикт. Пӳртре пурте: ырă чӳк-кĕлĕ хапăл илтĕр; чӳк çырлах! тесе, пурте, ӳксе, пуççапаççĕ. Ib. Ун хыççăн пурте: ырă чӳк-кĕлĕ пӳлĕхçĕ, хапăл ил! тесе, ӳксе, пуççапаççĕ. Ib.  Ырă чӳк-кĕлĕ хапăл ил, тытнă-тунине çырлах, тет те, вара ачасене çиме хушать. Магн. 1. Ырă киремет. Ib. Туй-ек[к]инче хурăн çырли; татрăмăр та çирăмăр, ырă хурăнташ[ш]енчен уйăрăлтăмăр.  (Из солд. песни).  † Ырă Мускав пек ялăм пур, ялăм çинчен куç каймасть. Л. Кошки. Пĕлни пур, пĕлменни пур: ырă чӳк-кĕлĕ, хуш курса, хапăл ил! (Из моленья), СПВВ. Ырă пӳлĕх. Альш. Ах, тантăшçăм Люпун! — çын-çын урлă курăнать! çын-çын урлă курăнсан та, ыр(ă) пикенĕн курăнан. Альш.? Ырă кĕллĕм вырăнаçтăр. Да будет принята моя чистая молитва. Ой-к. † Çыр хĕринче çĕр çырли; татрăмăр та çирăмăр, ыр çĕр-шывран уйăрлтăмăр (расстались с святою родиною). || Ы р ă скорее указывает на нравственные свойства или на высокие качества, лежащие в самой природе предмета; аван и лайăх этого оттенка не имеют. Срв. «ырă кăмăлăм», но: «лайăх чĕлхе-çăварăм». || Добро. Макка, 100. Вăрçă хушшине ырă кĕмест. (Послов.). Ырра курсан, ырă пулать; усала курсан, усал пулать, теççĕ. (Послов.). Ырă тунине манакан çын — неблагодарный. Усал-тĕсел тулалла, ырри шалалла. Так произносят, когда поят больного наговоренною водою, совершая «ăш ыратсан, вĕрекен кĕлĕ». N. Пирĕн тутарсемпе, тухса, çапăçнинчен ырри пулас çук ĕнтĕ. 1. Самое лучшее для нас, это — вступить в битву с татарами. 2. От нашей битвы с татарами положительно не будет добра. Ч. С. Çын, ырра курсан, ырă пулать, усала курсан, усал пулать, теççĕ ваттисем. Чăвйп. Кĕркка! атя кунтан тарар, кăсем ырă калаçмаççĕ (они говорят недобрые вещи;  здесь —сговариваются  убить).  || Хорошо,  по-хорошему. М. Тув. Ати-апай пур çинче ыр ĕçес те ыр çийес.  Тогач. Тавай, ати, эреке, ыр ĕçес те ыр çийас. Полт. 49: Ват çын çине юратса ачашласа ыр пăхать (она). Юрк. Ĕнтĕ ырăран ырă калама тытăнать-çке. || Хорошо, что. Ч. С. Анне, ырă, аттене каласа кăтартмарĕ. || Добрый дух, доброе начало в природе. Собр. 1370. Çак тырсене акма вăрлăх кăларнă чух, ырра хирĕç ту усалла тӳртĕн ту. (Из моленья). Ib. 138. Уя тухăпăр татах ырра хирĕç, усалла тӳртĕн ту. (Из моленья). || Ырă ют, туру ют, песенная вставка, возникшая из «Ыр(ă), ей, ут, тур(ă), ей, ут»? Ч.К. Çич хӳрелĕ хĕр куртăм, — ырă ют, туру ют! — пилĕк çыххи пилĕк сум! Анаткасси хĕрĕсем ултă хĕрĕ пĕр укçа. || Ырă пурăнăçлă, благочестивый. См. 2. ырă.

хĕве хупни

назв. свадебного обряда. Альш. Хĕве хупас — «на секрет запереть». ''Ск. и пред. чув''. 83. Тăхтаманпа Нарспие хĕве хупрĕç кĕлете. ''Ала'' 66°. Пӳртре туй тукалаççĕ те хĕрпе каччине исе кĕлете каяççĕ хĕве хупма. ''Юрк''. Хĕве хупсан кăна çĕнĕ çын теççĕ. Çак ятпа вăл ача çураличчен çӳрет.

хĕвел

солнце, солнышко. Ск. и пред. чув. 88. Вут пек хĕвел выляса çӳл тӳпене хăпарать. ''Пазух''. 92. Хевея хĕрлĕ хĕрĕсем, Турай хĕрсем тиейсе, суйламасăр илес мар. ''Дик. леб''. 43. Хĕвел анса çитеспе Елисан пиччĕшĕсем вĕçсе таврăннă. Когда зашло солнце, в пещеру прилетели братья. ''Ib''. 36. Хĕвел анса килет. Солнце близилось к закату. ''Ib''. 41. Хĕвел чылай çӳле кайсан... Когда солнце поднялось выше... ''КВИ''. Çутă юхăм унăн айĕнче, çӳлтен ылттăн хĕвел çутатать. Под ним струя светлей лазури, над ним луч солнца золотой. ''N''. Хĕвел анчĕ ту айне. ''N''. Хĕвел кулать сайрарах, шăрши пĕтнĕ чечексен. ''N''. Пĕр пĕлет çук, хĕвел çунать. ''А.-п. й''. 42. Хĕвел анса ларчĕ. Тимухха лашине шăварма тухса кайрĕ. ''НР''. Чупрăм-тухрăм ту çине хĕвелпе пиçнĕ çырлашăн. Взбежала я на гору за созревшей на солнце ягодой. ''ГФФ''. Ăшшăн-ăшшăн хĕвел пăхсан... Если солнце будет припекать.''Ib''. Ушшăн-ушшăн хĕвел пăхсан та, хорĕн те тăрăх сохăр йохать. Когда солнце сильно припекает, по дереву (березе) течет смола. ''Абыз''. Çĕр çăввинче çĕр-çырли, çĕр-çырли, çĕр çăввнче хĕвел пăхсан, тата пиçес кăмăл пур. ''Оп. ис. ч.'' II. Сывлăх пулсан таврăнăпăр, хĕвел пекех çаврăнса. Если будем живы, то вернемся подобно тому, как обращается солнце. ''N''. Хĕрлĕ хĕвел сан умăнта йăлтăртатса тăрать, аялта тен çак пĕлĕтрен витрелетсе çумăр çăвать. Перед тобою блещет красное солнышко, а внизу из этого облака, может быть, льет проливной дождь. ''Баран''. 28. Шĕшкĕ юмана хупласа хĕвел ямасăр тăнă. Орешник глушил его и не пропускал солнечных лучей. ''ТХКА''. 106. Хĕвел тухас пек, çанталăк çутăлать. ''Ib''. Хĕвел чылай çӳле улăхрĕ, хĕртсе пăхать. ''Шурăм-п''. № 19. Хĕвел анса ларчĕ. Халĕ апат çиет пулĕ, ăна амăшĕ пăтă пĕçерсе çитерет, тет. ''N''. Сивĕ кун виçĕ хĕвел пулать. ''N''. Вĕсен пичĕсем хĕвелре çунса кайнă. ''N''. Хĕвелпе тăрса, мĕн хĕвел аничченех кĕтӳре çӳрет. ''Чув. пр. о пог''. 51. Виçĕ хĕвел курăнсан, сивĕ пулать. Если появятся три солнца, будет холодно. ''Ib''. 42. Хĕвел хĕртсе пăлсан. Если солнце печет... ''N''. Хĕвел витĕр (пăхнă чухне) çăмăр çусан, тата тепĕр çăмăр пулать. Если сквозь солнце (когда оно светит) идет дождь, еше дождь будет. ''Вопр. Смоленск''. Хĕвел тухсанах пĕлĕт айне кĕрсен, çăмăр пулать. ''Панклеи''. Хĕвел те пĕлет айнех полчĕ (зашло за облако). ''С. Алг''. Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел, çуратнă çĕр-шывсем шел юлать. ''N''. Хĕвел каялла кайса пăхсан, çăмăр пулать, теççĕ. ''Якейк''. Эс çанашкал покан тусан, хĕвел тепĕр çĕртен тохĕ. ''Ib''. Ес çав окçая парсан хĕвел тепĕр енчен тохĕ. ''Ib''. Ĕнер конĕпех хĕвел пăхрĕ. ''N''. Ма мана хĕвеле кăтартмастăн? Почему ты мне не даешь смотреть на солнце? ''N''. Пӳртре хĕвел çутипе çап-çутă. В комнате светло от солнца. ''N''. Хĕвел пĕлĕт айĕнчен тохрĕ; хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе карĕ. Пĕлĕтсем хĕвел тĕлĕнчен сирĕлсе карĕç. ''N''. Эпĕр хĕвелте ларатпăр. ''N''. Мана хĕвеле тохма йорамасть. ''N''. Хĕвелте çӳреççĕ. ''N''. Старик хĕвеле ларчĕ. ''N''. Ача макăрнă чохне ăна чарас тесе: хĕвел пăхать, ай, хĕвел пăхать, тесе калаççĕ, ача вара чăнахах макăрма прахать те, колма тяпратать. Вăт хĕвел пăхса ячĕ, тесе каран колаççĕ. ''N''. Пирĕн ăрам хĕвеле хирĕç пăхса ларать. ''N''. Сар хĕвелте (в солнечные дни) çырла часах пиçет. ''N''. Олăх толли сар хĕвел, кайăк вĕçни корăнать. ''N''. Эпĕр паян кĕлтесене хĕвеле сартăмăр (на солнышко). ''N''. Тĕкĕрпе хĕвеле ан вылят (не пускай зайчиков). ''N'' Эпĕ пулсассăн, çакă уя пĕтĕмпе хĕвел ансан тапратса хĕвел тохаччен сухине туса, тыррине акса çитĕнтерсе, вырса, авăн çапса, тыррине йăлтах ампарсене тултарса хурап, тесе калать ткйĕр, тенĕ, тет. ''N''. Хĕвеле пăх та уйăха пăх, хĕвел çути сап-сарă, уйăх çути çап-çутă. ''Му-сирма''. Хĕрлĕ-хĕрлĕ, теççĕ ăна, хĕвел çинче ӳснĕ вăл. ''N''. Пĕлĕт çинче илемлĕ хĕр çӳрет. (Хĕвел). ''N''. Пăх-пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, çу чашкипе çу парам, пыл чашкипе пыл парам, ачу шыва кайсассăн, кĕвенте пуçĕпе туртса илĕп, сана хĕрли, мана шурри. (Сăвă). ''Н. Карм''. Сирĕн пĕвĕр çинçе, сăнăр хитре, питĕр çинче хĕвел çутти пур. ''Ст. Чек''. Хĕвел хĕлле çулахинчен аялта тăрать. ''Тюрл''. Хĕвел яякка сулăнсан... Когда прошел полдень... ''Хурамал''. Хĕвел аннă чух хулăм пĕлĕт тĕлне ансан, йĕпе пулать, теççĕ. ''N''. Эсĕ апла тусассăн, хĕвел кай енчен тухĕ. ''ЧП''. Пулă çакрăм хĕвел ''Изамб. Т''. Хĕвел йывăç пĕввине яхăн çĕкленнĕ. ''N''. Хĕвел яялт (хăшт—еслв дольше) вăхрĕ те мĕаĕт айве вврсе кяйрĕ. Солнце проглянуло и опять скрылосъ ''N''. Хĕвел яраймăн ху тĕлне (невозможного не сделаешь). Унта аннӳ хĕвел пăхса çӳренĕ (об этом заботилась я) ''Юрк''. Хĕвел ануçăм çанталăк пит хĕрелет. ''N''. Хĕвел майĕ (майнелле) çаврăнса-çаврăнса, каллех пӳрте йăтса кĕрет. ''N''. Хĕвел тĕтреленсен, уяр пулять, теççĕ. ''N''. Хĕвел кутăн, каялла пăхсан, çумăр пулать, теççĕ. ''N''. Хĕвел юпа пек тухсан, çумăр пулать. ''N''. Пирĕн тĕлтен хĕвел анчĕ пулас (наше счастье закатилось). ''N''. Тăвану килнине курсассăн, хĕвел пулса чупса тух. ''N''. Кирек çта кайсан та пĕр хĕвел. ''N''. Вара отсан-отсан, хĕвел анса кайрĕ. ''Н. Лебеж''. Тăвайкки тăрăх хĕвел ӳкет, пиçмен çырласене пĕçерет. ''N.'' Чӳречесĕр çӳртра пĕчĕк шăтăкран хĕвел кĕрсен. ''N''. Хĕвел инçе карĕ. ''N''. Курнiтсара çыру çырнă чух, хĕвел ӳкрĕ пит çине. ''Кан.'' 1929, 178. Шăршлă, нӳрлĕ, хĕвел кĕмен пӳрт. ''N''. Хĕвел виттĕр пăхни. ''N''. Хĕвел тохсан тин... ''Микушк''. Ирхbне хĕвел ӳкет пичĕ çине (на лицо его падает). ''Торп-к''. Карăнтăк виттĕр ылтăн туя кĕрĕ. (Хĕвел). ''N''. Вăл хапха çил хĕвелне шалтăртатать, хĕрӳ хĕвелне ялтăртать. ''N.'' Хĕвел (-е, -ĕн) анма вăхăт ĕнтĕ. ''N''. Çĕн çул кунĕ ырă хĕрлĕ хĕвел пулчĕ. ''N''. Хĕвел ăшă пăхать. ''N''. Хĕвел анарахпа пурте киле таврăнаççĕ (с поля). ''ГТТ''. Мана пĕлĕт çаврака хуран тĕпĕ евĕрлĕ, хĕвелĕ лапка туйăннă. ''N''. Çак кунсенче хĕвел пулмарĕ. Хĕвел ларнă вăхăтра анчах çитрĕмĕр. ''N''. Йĕрекен ачана култарас тесе: «Хĕвел пăхать», теççĕ. ''N''. Пăхман хĕвеле ирĕксĕр пăхтараймăн (ӳпкелекен çинчен калаççĕ). ''Никит''. Хĕвелпе юр кайсассăн, тулăпа урпа пулать, тенĕ ĕлĕк. ''N''. Эсĕ хĕвел анса лариччен çит (или: килсе ĕлкĕр, или: килме тăрăш). Ты приходи до захода солнца. ''Сред. Юм''. Пăх пăх, хĕвел, ачу шыва кайрĕ вит, квенте пуçĕпе туртса илтĕм, ачуна хĕрлĕ çăмарта парăп, хуна шурă çăмарта парăп. (Поют дети, когда солнце скрывяется за облаками). ''N''. Эп сана çавăншăн олталап полсан, ман çине хĕвел ан пăхтăр (пусть помру). ''N''. Хĕвеле май çаврăн. Иди по солнцу с востока на запад. ''N''. Хĕвеле хирĕç, против солнца, с запада на восток. ''N''. Онăн куç пит начарланнă, хĕвел курмас вит олă. ''N''. Хĕвел куçа çиет. Солнце глаза ест. ''N''. Хĕвеле питĕн пӳрт çутă полать. Изба, обращенная к югу, бывает светла. ''N''. Хĕвеле тӳртĕн пӳрт тĕттĕм полать. Изба, обращенная на север, бывает темна. ''N''. Хĕвелпе пĕрле тохса кайрăм. Выехал при восходе солнца. ''N''. Хĕвелпе пĕрле киле кĕтĕм. Приехал при заходе солнца. ''N''. Эс те çавна тусан, хĕвел те тепĕр енчен тохĕ. (Говорит, когда уверены, что он не может этого сделать). ''N''. Хĕвел анса лара пырать. Хĕвел анса пырать. Первое показывяет, что до заката близко, а второе дольше, чем первое. ''N''. Хĕвел кăнтăрлаччен вăкăрпа чупать, тет, кăнтарла иртсен, карсакпа чупать, тет. ''N''. Хăш чухне хĕвел çӳл енчен карталанса тата тепĕр хĕвел пулать. Вăл хĕвел тавраллах çавăрăнать пулсан, «хĕвел карталанни» теççĕ. ''N''. Хĕвел каçалана сулăнсан, çĕрте йывăç мĕлкисем вăрăмлана пуçларĕç (от деревьев протянулись длинные тени). ''N''. Хĕвел ансан пуçласа тепре хĕвел аничченех. ''N''. Хĕвел тухсан пуçласа тепĕр хĕвел тухичченех. ''N''. Хĕвел хĕртнĕ — солнце палило. ''N''. Хĕвеле хирĕç пăркăç пĕренене ман ним кăмăл туртмасть ăна, ан тив юлтăр вăл, тен маччаран çӳлелле хурăпăр, халь маччаналла пураса çитиччен пĕрене çитет-ха. ''N''. Ытти пĕчĕккĕн курăнакан çăлтăрсем, хĕвелтен шутласан пирĕн çĕртен темиçе мĕлюн хут та ытла аякра тăраççĕ, çавăнпа вĕсем хĕвелрен пĕчĕккĕ пек курăнаççĕ. ''СТИК.'' Хĕвел çинче типĕтнĕ (о копченном на солнце). ''Ib''. Хĕвел тӳпере чух, в полдень. ''Ib''. Паçăр çăмăр çурĕ, халĕ хĕвел пăхат ĕнтĕ епле (говорят о маленьких, если они только что поплакали и смеются). ''N''. Пĕчĕк ачасем хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе сулхăнлатсан ак çапла калаççĕ: «Хĕвел! Ача кĕпи шыва карĕ, туртмаллипе туртса ил». ''N''. Хĕвел апатчен вăкăр çинче пырать, тет; апатран вара — лаша çинче, кăнтăрларан вара —кайăк çинче. ''N''. Хĕвел кунран-кун иртерех тухса пырать (ир тухнăçеммĕн ир тухса пырать, кая юлнăçеммĕн кая юлса анса пырать). ''Янтик''. Эп вăхăта хĕвеле пăхса пĕлеп. ''N''. Хĕвел хĕлле çӳле каймас. ''Изамб. Т''. Пăхăр-ха, ачасем, епле хĕвел выляса тухать. ''N''. Пăртак кăна хĕвел хĕрри курăна пуçларĕ (утром). ''N''. Хĕвел йывăç пӳ (пĕвĕ) хăпарнă çĕре эпир киле çитрĕмĕр. ''N''. Хĕвел анас патне çитнĕ, тет. ''Артюшк''. Ачамсене пĕр пичĕ хĕвел, тепĕр пичĕ уйăх тăвăттăм. ''Собр''. Виçĕ хĕвел тухсан, уйăхĕпех йĕпе пулать, теççĕ. ''Н. Карм.'' Хĕрлĕ хĕр пĕлĕт тăрăх çӳрет. (Хĕвел). ''N''. Ача, ку çумăр хĕвелĕ пулĕ, ытла питт хĕртет. ''ЧП''. Хĕвел пăхрĕ — типетрĕ. ''N''. Виç хĕвелпе кайман шурă юрсем. ''N.'' Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел ''N''. Вăл вăхăтра хĕвел выляса тухрĕ вăрман çинчен пĕлĕт çине, кун та хитреленсе карĕ. ''Лобашк''. Вăрман урлă сар каччă курăнĕ. (Хĕвел). ''N.'' Чипер хĕр пысăк уйпа çӳрет. (Хĕвел). ''Синьял''. Хĕвел витĕ, çу витмĕ. (Кантăк). ''Сятра''. Вутсăрах çунать, çунатсăрах вĕçет, урасăрах чупать. (Хĕвел). ''Альш''. Çулла хăшĕ-хăшĕ куç ыратнипе хĕвел çине тухаймасăр лараççĕ. ''N''. Хĕвел анса пырать (скоро закатится). ''N''. Хĕвел карталаннă (круг вокруг солнца к непогоде). ''N''. Хĕвел тухса сарăлнă (совсем уже взошло). ''N''. Хĕвел кулать, хĕртсе хĕвел пăхать. ''N''. Пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, этемсене савăнтар. ''N''. Хĕвел шăвать. ''Кив-Йал''. Хĕвел тухать хĕрелсе çут тĕнчене çутатса. (Вăй юрри). ''Нюш-к''. Иртсе пыракан çыя пичĕ çине тĕкĕрпе хĕвел çуттине ӳкерес. ''N''. Хĕвел кашни кун ир тухнăçемĕн ир тухать (ир анса ларнăçемĕн ир анса ларать). ''Курм''. Вăрмана çитсен, хĕвел анса та ларчĕ. ''Аттик''. Хĕвел кашни кун пĕçернĕçем пĕçерет. ''N''. Хĕвел ир хĕрелсе тухсан йĕпе пулать (вăл кун çумăр е юр çăвать), теççĕ. ''КС''. Ура питне хĕвел çапрĕ (насквозь, сильно прожгло). ''Трхбл''. Хĕвел пирĕн йĕтем пысыккăш, тетчĕç ваттисем. ''N''. Хĕвел пит хĕртет. ''N''. Хĕвел тухнă çĕрелле çитрĕмĕр (ко времени восхода солнца). ''N''. Паян эп тăрсассăнах хĕвел тухрĕ. ''Красн. Горка''. Хĕвел питĕ хытă пăхать. ''Сёт-к.'' Хĕвелин пăхасси номаях мар та-ха; час кĕлет айне хопланмалла. || Назв. божества. ''Магн. М.'' 68. 64. Хĕвел ашшĕ, амăшĕ, хăлхи, çоначĕ, ори, || Клятва. ''Ст. Чек.'' Хĕвел, илмен эп ăна. ''Сред. Юм''. Хĕвел пôр! (Тôпа туни). ''Ороу''. Мĕн эсĕ çын çинчен çука калаçса çӳрен: эпир хĕрсемпе ун-кун, аплн та капла çӳренĕ, тесе калаçса çӳрен?—Çук, Якку. Ак, хĕвел, калаçман. Ăна сăмах вĕçертнине (что болтают зря) ху та пĕлен-çке.

ямăшкă

/Йамăшкă/ (jaмы̆шкы̆), то же, что ямшăк. V. S. Ямăшкă, ямщик. N. Ямăшка кĕтĕм, поступил в правленские ямщики или к участковому фельдшеру или доктору (на земский счет). Торп-к. Ямăшки утне пушăпа çаппăрĕ, тет, çак ачайăн ашшĕ тохса ӳкрĕ, тет те, касакне кӳлсе карĕç, тет. Собр. † Улпучĕсем урхамах кӳлеççĕ, ямăшкисем пăхса тăраççĕ.

сав

любить. Янтик. † Пурçăн явлăк пур, тетĕр, пĕртте çыхса тухмастăр; савап, савап — тиетĕр, кучченеç те памастăр. Алешк. † Ай-хай, савнă тусçăм, хура куçăм, илсен илмесен те савса тăр. Альш. † Пĕчĕкçĕ çырма, вак чуллăх, кĕпер ан хыв, ут сиктер. Савнипелен савманни сăмах ан хуш, куç сиктер. Ib. † Чипер ача, сар ача, савăп — кайăп мĕн тăвăн? Буин. † Икĕ савса сар хĕр эпĕ ӳстертĕм. Ст. Ганьк. † Сарă хĕрсене кам савĕ, савсан савĕ сар каччă (разве он, а то кроме него никто). С. Айб. † Пуян хĕрĕ савмалăх, ашшĕ ятне ямалăх. || Радоваться. Ст. Ганьк. † Хурама йывăç тăрринче сарă кайăк ларать сарăлса, савса (радостно) сарăлса ларнă чух çавра çил килчĕ — çавăрчĕ. ТХКА 60. Юр та карĕ, пăр ирĕлсе пĕтрĕ. Çанталăк ăшă, пит ăшă. Хĕвелĕ те хĕртсе, савса пăхать те. || Обрадовать. Ерк. 169. Халĕ ĕнтĕ ленкрĕн алла тĕппипе, тавăрттарăп — чуна савăп виллӳпе. Каласа пар: мĕншĕн килтĕн эс кунта? Мĕнле шухăш пăтрантарать пуçăнта? || Ласкать, миловать. Ашшĕ-амăшне. Вăл (она) ун çине пăхса ăна куçĕсемпе савса çеç ларнă. Учите детей. Ача мĕн те пулсан аван тусан, саврăн — çитрĕ. Сред. Юм. Пĕчик ачасĕне амăшĕ савать (йоратать). Юрк. † Сӳлĕ тусем çине улăхнă чух ука хӳрелĕ хĕрсем тĕл пулчĕç, аллисемпе йĕтĕн сараççĕ, куçĕсемпе пире саваççĕ. Альш. Çурăмĕнчен лăп-лăп савать (ласкает). Собр. † Мирун кинин ачине çын савайми тиеççĕ, эпир тытса саврăмăр. || Гладить ласково (напр., по головке, по спине). Изамб. Т. Каçантан саваççĕ (гладить по спине). Ib. Ача йытта каçанĕнчен саврĕ. N. † Пуç тăрринчен тăрлаççĕ, çурăмсенчен саваççĕ, аяксенчен тапаççĕ, ларми тăми тăваççĕ. Турх. † Икĕ çунатна ман умма хутласассăн, эпĕ сан тĕкне аллăмпа савăттăм. || Уважать. Якейк. Çак кил хуçи пит савмалла çын. Этого хозяина можно уважать.

салам

поклон, привет. СПВВ. N. Мĕн пур çыруран салам янине анчах пĕлсе юлатăн. N. Пĕтĕм çемйепе юратса салам яратăп. N. Сан енелле пуçа тайса, уйăх пек çавра, çăлтăр пек çăра, хĕвел пек ăшă, пыл пек юратса салам яратăп. Сунт. Сире пурсăра та çĕклейми пысăк салам яратăп. Шемшер. † Ярмăрккă омĕн ялавĕ ир те салам, каç та салам, ялан савнин саламсем, çорт çомипе йĕр каять. N. Хĕвел пек ăшă, уйăх пек çутă салам. N. Ануш та уксак кĕсре туртайми, уй-хапхинчен кĕрейми пысăк салам ярать. ТХКА 92. Хĕр ашшĕпе амăшне туй пуçĕ Прамун картусне илсе салам кустарса тайăлчĕ, Картусне сулахай хул-хушшине хупрĕ. N. † Пирĕн тăвансем çичĕ уй урлă салам ярсан — салам çитмеç, салам ярма — шур çип кĕпи, хирĕç ярма — пурçăн тутăр. Ал. цв. 20. Çтанасем çинче унăн вутпа çырнă сăмахĕсене, саламĕсене вулать. КС. Пур кил-йышпа сана пысăк салам, атте те пысăк салам яратĕ. N. Ылтăм салам порçăн хотаçпа яратăп. Н. Карм. Эпĕ сирĕн пата савса çак салама яратăп. (Начало письма). Ib. Ун урлă сире пит пысăк салам яратăп. Сиртен те салам кĕтетĕп. Юрк. Сире иксĕре те салам. N. Чунтан-вартан юратса салам яратăп. СТИК. Салам, салам, эрне каçчен качча кай. (Обычная фраза, употребляемая маленькими. Девочка лет 12-ти бьет подругу по спине и говорит эти слова). N. Çав хĕрсенĕн саламĕ-тĕшши (вм. таврашĕ) пылпала хутăштарнă кантăр-вăрри. Альш. † Шур перчекке хĕрсенĕн саламĕ: начар ача çăкăрăн харамĕ. См. Магн. М. 179. || Возврат лихорадки. В. Олг.

салан

разбиться. Артюшк. Çĕлен ӳксе салайса каят та, вилет вара вăл. Яргуньк. Пурçăн тĕвви пулăттăмччĕ, хĕрсен хумĕн (= хĕвĕнчен) тухмăттăмччĕ, салтак пултăм — салантăм, куçран ӳкрĕм — çухалтăм. N. Ăна хĕçпе кассан, хĕç саланса каять. N. Çав чул çине ӳкекен саланса кайĕ. N. Халăх пички шыв турттарнă çĕртех ишĕлсе анчĕ, тĕнĕлĕ хуçăк, ураписем саланнă. Ст. Шаймурз. Старик кăмакана хума хушнă. Ача хунă. Унтан: илсе пар, ачам, тенĕ; вăл илсе панă, вара ачана вырттарса виççĕ кăна пенĕ, кашни пемессерен саланса кайнă. || Расходиться. N. Килĕсене саланаççĕ. Они расходятся по домам. N. Киле саланма вăхăт çитет. М. Сунч. Çак юрра юрласа пĕтерсессĕн, киле саланаççĕ вара. Ягутли. Хĕвел ансан тин саланса пĕтеççĕ (окончательно расходятся). Юрк. Пирвайхи çула пĕр пин нумĕрĕ салансан (разойдется) пит те аванччĕ. || Распускаться. || Разрываться (о снаряде). || Рассеиваться, разбрасываться. Орау. Вăсем саланса (или: саланса-туса) пурăнмаççĕ, пĕр çĕре пуçтарăнса пĕрле пурăнаççĕ, Они живут не разбросанно, а в куче. || Разбежаться (о глазах). Ашшĕ-амăшне. Куçĕсем саланса кайнă, алли хĕрĕ пуçĕ çинчен шуса анса хытса кайнă (у умершего). Б. Олг. Эх, япаласам лайăх лапкара пăхса, коç саланса карĕ, тет. Орау. Ман тĕр тунă чухне куç пĕтĕмпех саланса каять. Ib. Çуркунне тултан пӳрте кĕрсен вара, темме пĕтĕмпе куç-пуç саланса каять. Ст. Чек. Саланнă куç (ӳссĕр çыннăн). || Расползаться. N. Пыйтăсем пĕтĕм тумтир тăрăх саланаççĕ. Вши расползаются по всему платью. || Разлететься. Б. Хирлепы. Хурăн çинчи хур хурчки хурсам çине саланать. (Ястребов несколько, и они разлетаются по гусям). || Разноситься, износиться. Якейк. Çăпата пĕтĕмпех саланса карĕ (совсем не годится носить). Ib. † Порçăн тоттăр эпĕр полсаччĕ, хĕр пуçĕнче çӳресеччĕ, саланса ӳкессĕн туйăнсаччĕ, кăçалхи çолах саланса ӳкрĕ. || Раздеваться. Перев. || Разоряться. Собр. Кимĕ яракан хуçа та саланать, теççĕ. (Послов.). || Начинать болтать всякую чушь. Орау. Кăшт ĕçсен (или: пуçне пырсан), саланать вара ку старик: тем те калаçать, аван мар апла.

салтак

(салдак), солдат. Изамб. Т. Эс салтак-и? Ты солдат? Ib. Салтака лекекен ачасем куçне çыхса хапхаран тухаççĕ. Регули 575. Эс салтак полăттăнччĕ, сана илмĕç. К.-Кушки. Салтаксем хутлăхĕсене пĕр тикĕс илсе пыраççĕ. Солдаты идут на ровном расстоянии один от другого. Никит. Салтака мĕне тохса кайнă чухне каякан çынни çăкăр сăмси касса илет те, çурмаран уйăрат; çуррине çисе ярат, çуррине амăшне парат. Амăшĕ тата каякан ачи кăсинчен вăрттăн окçа кăларса илет. Вара çав çăкăр сăмси юлăшкине, ачи кайсассăн, кĕлете çип çине çакса ярат. Çăкăри çине хăй вăрттăн кăларса илнĕ укçана хурат. Вара кайнă ачи чирлесессĕн, çав укçа хуралса тăрат; чирлемесессĕн — çуттипех выртат, тет. Ачи вилсессĕн, çав çип çине çакнă çăкăр сăмсипе укçа хытă сулланма тапратаççĕ, тет. Н. Карм. Пĕр ывăлĕ салтакра халĕ. Б. Олг. Кăçал ман ачая чĕнеччĕ салтака, шăпа тохат; ачая манне исерчĕç (= илсе ячĕç), çӳç касрĕç, ман ача салтака карĕ. N. Салтакран юлчĕ-ха. N. Пĕчĕккĕлле салтак ĕçне вĕрентнипе вĕсем салтак пуласран пирĕн пек хăрамаççĕ. Ядр. Кам салтакра пурăннă, кама чĕнмелле, кам салтакран юлнă, мĕн-ма юлнă. Якейк. † Эпĕр салтак (вм. салтака) кайнăшăн, ялти яшă хĕпĕртет. Тораево. † Эпир салтак кайнăшăн, пур ял-йыш хĕпĕртет. Турх. Вуникĕ салтакăн пĕр качака ăсĕ чул (вар. чухлĕ) анчах, теççĕ (или: тет. Старая послов.). Изванк. Кăркунне, салтаксене чĕнес вăхăт çитерехпе... Ib. Çак ача халĕ кăркунне салтака каймалла. Орау. Салтак патне çите пуçланă ялти çамрăксем (к 21-летнему возрасту). Юрк. Тархасшăн мана салтакран кăларăр (освободите), эпĕ чирлĕ çын. N. Тата салтак ячĕ тохат çичĕ ачан. Баран. 206. Тĕп-тĕрĕс 25 çул салтакра çӳренĕ (служили). Байгул. Манăн атте Николаевский салтак пулнă. Вăл салтакра вунпилĕк çул пурăннă. N. Салтаксене солăнтарат ĕçпех ĕнтĕ ку патша самани. N. Пĕре кĕрсе юлчĕ салтакран. N. † Салтак нуштине кораччен, килте питĕ начар çын йытти полас полать. (Солд. п.). N. Этемĕн салтака килеччен çуралманни аван. (Из солд. письма). N. Салтак кунĕ пит лайăх мар. Юрк. † Салтак тесе каласан, чĕререн çĕçĕпе каснă пек. (Солд. п.). Чебокс. † Салтак ятне илтесси — пасар кулаç çини мар. Шибач. † Салтак каять, салтак килет, эпĕр кайсассăн килес çок. Сĕт-к. † Ялăм-йышăм янтал пакчĕ, ятарласа çӳрес чох, салтак турĕç — мĕн тăвас? Ядр. † Вăлта хулли кĕлеткемччĕ, салтак кĕлетки пулминччĕ, салтак пăшалĕ йăтминччĕ. || Отбывший службу. ЧС. Якур салтак. || Валет (в картах). Тиханьк. СТИК. Кирпĕч, хĕрес, курак, виннăй салтак. Валет бубновый, трефовый и пр.

салхулан

опечалиться, стать печальным, скучным, унылым. N. Эпир пит салхуланса, çиленсе карăмăр. N. Малти пичче кăна курсан, салхуланса калла чакнă. Хир-б. Тапратăрĕ усал сывлăш хăвачĕпе алăкăн-тĕпелĕн утма, çын салхуланса карĕ. Альш. Çак пĕр-ик кунтанпа темĕскер пулчĕ-ха, пĕтĕмпех сăлхуланса карĕ (невеселый, о ребенке), Шел. П. 51. Хир илемĕ çухалчĕ, салхуланчĕ вăрман та. Кн. для чт. 62. Ĕлĕк савăнса анчах çӳрекенскер, халĕ пĕтĕмпех салхуланнă. Рак. Сывмар çынна: эй, салхуланнă-çке, теççĕ.

самант

то же, что самана (искаженное слово вследствие своеобразного истолкования и анализа ф. местного пад. самантра. И.С. Степ. Самант? Ир. Сывл. З. Кăнтăр шăрăх халь тăрать, хаклă пирĕншĕн пĕр самант. Хастарлăх 24. Такамшăн та хаклă çак çутă самант. Кан. Юлташĕсемпе юлашки самант калаçать.

сарăл

(сары̆л), расширяться (в стороны), увеличиваться в обьеме. N. Ăшăпа пур япала та сарăлать. Хорачка. Сарăлса каять. Расширяется. || Разбухать, размокнуть. N. Алăк йĕпенсе сарăлнă — хупăнмасть. N. Йăвăç йĕпенсен сарăлать. || Расстилаться, распуститься. Пазух. Хăрантсуски тутăр, шурă çӳçе, сарăлайса ӳкрĕ шыв çине. || Разливаться. Аттик. Юр ирĕлнипе çырмасене шыв тулса сарăлса каять. N. Ванданкă таçта çитех сарăлса кайрĕ. || Расходиться. Кан. Сĕт тăмламĕ сарăлса каймасăр, çĕр пек, тĕпне анса ларать. || Распускаться (о листьях, цветах). N. † Уй варĕнчи олмаççи, çӳлчи сарлать, уй толать, уй илемне вăл кӳрет. С. Дун. † Хурăн çулçи сарă çулçă, сарăлчĕ-ӳкрĕ шыв çине. Толст. Пăртак тăрсан, улма йывăççисем чечеке ларчĕç, анчах чечекĕсем пурте сарăлнă-сарăлманах тăкăнчĕç. N. Акнă япаласем пĕр-икĕ эрнерен ӳссе сарăла пуçларĕç. N. Пахчара çамрăк йывăçсем те аван сарăлса кайнă. || Светить полным светом (о солнце). Никит. Хĕвел тухса сарăлсан... ТХКА 72. Хĕвел тухса сарăлчĕ, ăшăта пуçларĕ. КАХ. Ир хĕвел тухса сарăлсан... Ала 21. Хĕвел тухса сарăлсассăн, хайхи улпут Иван патне карап курма пырать. || Расходиться (о воротных столбах). N. Хапха юписем сарăлса кайнă. || Разьезжаться (о ногах). Орау. Ура сарăлса каять. || Раздуваться, объедаться, наслаждаться. Н. Лебеж. † Çиччĕр, çиччĕр — сарăлччăр, хырăмĕсем çурăлччăр. N. Чĕресси-чĕресси çĕр-çырли, çисе сарăлса (поесть досыта) пулмарĕ. Орау. Чей ĕçсе сарăлтăм пĕтĕмпех (хорошо распарился). КС. Апат çисан, хырăм латах сарăлса карĕ. ТХКА 55. Эсĕр халĕ сивĕре ăшă пӳртре ăшăнса, сарăлса ларас, эпĕр, уялли çынсем, шăнса вилес-и вара? N. † Сарă-кайăк сарăлни олăх выти ( = ути) çоличчен. || Распластаться, расплющиться. Баран. 56. Казаксенĕн ырă учĕсем, сарăлса (распластавшись), çӳлелле çĕкленсе, çĕлен пĕк тăсăлса çырма урлă вĕлт тăваççĕ. Якейк. Пĕре анчах чышкăпа сăмсаран çапрăм, патнех сарăлса анчĕ (или: сарăлса та анчĕ. Распластавшись, упал без чувств). || Широко раскинуться; широко расположиться, занимая большое место. Ск. и пред. 38. Сарăлса ларать (раскидисто) пĕр ватă юман. Ib. 53. Пысăк сĕтĕл умĕнче тăрать Петĕр сарăлса. Баран. 91. Кетĕвĕ-кĕтĕвĕпе выльăх-чĕрлĕх сарăлса çӳрет. Пазух. Тарăн-тарăн çырмара та хурĕ ларать сарăлса. Собр. † Вăрăм чăрăш тăрринче чăпар куксем авăтаççĕ: хамăр тăвансем килнĕ чухне сарла-сарла авăтаççĕ, çичĕ ютсем килнĕ чухне тĕршĕне-тĕршĕне авăтаççĕ. || Упариться (о каше), распариваться (о посуде). Юрк. Пăттисем хуран тĕпне ан лартăр, аван сарăлтăр, тесе, калекпе ялан пăтратах тăраççĕ. Трхбл. Йывăç савăт-сапа, вĕрилесен, сарăлать. || Быть в довольстве. Хурамал. Эпир çырă, эсир сарă, тăвансем, пурăнаяр пăртак сар улма пек сарăлса. О пьяницах. Ырă курса сарăлса пурăнатпăр (в довольстве). Аку 202. Пуян, юрăхсăр ĕçсем туса, сарăлса пурăннă. N. Сарăлса пурăнма юратаканни чĕрĕлех вилнĕ вăл. Юрк. Тăшмансене сарăлма ирĕк памăпăр. Баран. 18. Тинех вара ирĕк çĕрте пурăнăпăр сарăлса. N. Ĕмĕр иртнĕ пик туйнать, пĕр сарăлса пурăнмасăрах. || Развиваться физически. N. Ӳссе сарăлса çитнĕ. Доразвился физически. || Распространяться (о молве и пр.). Изамб. Т. Хыпар сарăлнă. Распространилась молва. М. Тув. † Манăн варли чиперри вулăстипе сарăлнă. Скотолеч. 17. Кăрчанкă сарăлса кайнă (по телу). || Переноситься, расплываться. Ерк. 14. Çавăн çулла туй пулать. Чĕкеçĕн шӳхăшĕ çакăнта сарăлать, вĕри юнлă чĕри çак сывлăшпа сывлать.

саркалан

(-га-), расстилаться, распуститься, распластаться. Пазух. Хуралă чĕрçитти пулăттăм, çаксан, саркаланса тăрăттăм. N. † Арман чулĕ çĕкличчен, сарă чечек пулас мĕн, саркаланса ларас мĕн. Сред. Юм. Мĕн, саркаланса ларса, ху çиç ик çын вырне йышăнса ларан эс. Янтик. N. Икĕ ача, сарă ура, саркаланса ут çулать. Юрк. † Пирĕн аттенĕн сарă чăххи кашни ирсерен саркаланат. N. † Каччă алли тивнĕ пулсан, авкаланĕ хура çĕлен пек, каччă алли тивмен пулсан, саркаланĕ сарă-кайăк пек. Ала 99°. † Хорăнкасси арăмсем саркаланса йорлаççĕ. Юрк. Саркаланса вĕсем юрлаççĕ (кукушки). Я. Турх. Кĕтне шывĕ ман умра саркаланайса юхать; кашлатакан хумăшра ярăнайса пул(ă) вылять. Якейк. † Тăхлач корки сар корка, саркаланса ĕçер-хе (свободно, как хочется нам). N. † Сар утçăм килет саркаланса. N. Арăмĕ: упăшкам суккăр, курмас ку, тесе, хăйĕн тусне чĕнсе килсе, тем пек саркалана пуçларĕ, тет (думая, что муж слеп и не видит). Янтик. Мĕн саркаланса çӳрен çак эс, саркаланчăк (непоседа)! Пӳрте тăвăрлатăн. || Важничать. ППТ. Тата хăшĕ калăм кунĕ типĕ пулсан, çарамас çӳренĕ чухне хĕрлĕ кĕпепе саркаланса çӳреме: хĕрлĕ кĕпе илсе пар, тесе, аптăратаççĕ (надоедают просьбами). ЧС. Ăшă пулсан, урамра саркаланса çӳреме тесе, хĕрлĕ кĕпесем, картуссем, шăлаварсем илтереççĕ. Юрк. Саркаланма сарă тăлăп, ăна атте туса паман, ăна упăшкам туса панă. Янбулат. † Саркаланма мĕн лайăх, сарă тăлăп пит лайăх. || Ст. Шаймурз. † Лутра-ях та хĕрсем, сарă хĕрсем, саркаланат савни умĕнче.

сарайлăх

навес? сарай? Алших. Алăк умĕнче сарайлăх, сарнă тушек тăршшипе, эпир килтĕмĕр çак киле авалхи йăла тăршшипе.

сарана курĕк

назв. раст., lilium martaqon? П. И. Орл., Д. С. Серг. №63. Сарана курĕк; хăш çынсем сар ӳксе чирлесе каяççĕ, унтан чĕрĕлес тесен, çак курăка вĕретсе ĕçес пулать те, тата çăвăнас та пулать. (Сарана курĕк тымарри — питĕ чаплă курăк).

сарă-чир

сар-чир, желтуха. Изамб. Т. Сарă-чирпе чирленĕ. Ib. Сарă-чир ӳксен, сарă-кайăка чӳхенĕ шывва ĕçеççĕ. Ib. Сар-чир. Сар-кайăка çунă шывва ĕçес пулат. Çак чирпе сывмар çынна (больного этой болезнью) хăйне каламасăр çупаççĕ (гладят рукой). Çупнă чух: сарра çупрăм, теççĕ. Сарă-кайăк йăвине вĕретсе ĕçтереççĕ. Сарă лĕпĕш чӳкесе ĕçтереççĕ. N. Сарă-чирпе выртап. || Н. Седяк. Сарă-чир чахотка. См. сар ӳкни.

сасартăк

(сазарды̆к), вмиг, вдруг, неожиданно. Ст. Чек. СПВВ. N. Сасартăк — тăрук тени пулат. Регули 1296. Сасартăк кăçкăрчĕ. Баран. 145. Çак ĕçсене этем сасартăках вĕренсе çитмен, ерипенĕн, темиçе пин çул хушшинче, майĕпе вĕренсе пынă. Юрк. Халĕ пăраçник вăхăтĕнче сасартăк кунта камран тупас. N. Сасартăк пушă хиртен çил-тăвал килчĕ те, пӳрте тăватă кĕтессинчен йăтса çĕклесе пăрахрĕ. || Быстро. Коракыш. Пит сасартăк пуйса кайнă. || Момент, миг. Юрк. Пĕр сасартăкра çич-сакăр килĕ çунса та каят.

сасă

(сазы̆), звук, голос; шум. См. сас. К.-Кушки. Сасăпа вула. Читай вслух. Орау. Урамра ача сасси. N. Аялтан илнĕ сасă, низкий звук. Алик. † Тăнкăл-тăнкăл мăй чанĕ, мăй чан сасси вăрманта, ыр ача сасси ял çинче. ЧП. Юрă сассине саватăп. Орау. Манăн пĕтемпех сасă пĕтрĕ. У меня совсем нет голоса. Пшкрт: мэ̆н п̚ор-с’ок сассинэ кы̆чкы̆рат. ЧС. Тулта кăшкăрнă сасă та макăрнă сасă анчах илтĕнет. Синерь. Кукша кайăкра çӳренĕ чухне ача макăрнă сасси илтрĕ, тет. Шурăм-п. Кăмака çумĕнчереххисем хыйă йăтнă та, сасă тухтăр тесе, кăмакана: шат, шат! тутараççĕ. N. Юрлаяр-и сасă тытăниччен. Собр. † Сĕн вăрманта куккук авăтать, сассисем тухаççĕ хирелле. Ib. † Çак аппаçăм туйĕнче юрлаям-и сассăм тытăниччен. Баран. 56. Çавăнтах пурăнас кун-çулĕсем пĕтнĕ, сасă та кăларайман (разбились вдребезги). N. † Акăш килет ту тăрăх, сасси килет шыв тăрăх. Кĕвĕсем. Аякран илтсен, кĕмĕл сасси пек, патĕнчен илтсен, ылттăн сасси пек илтĕнет (пение соловья). Сятра. Сасси çӳхе = сасси çинçе. (Говорится в загадке про „вăрăмтуна“). N. Ку сасса (на этот голос) Ворчинский амăшĕ чупса пынă. ТХКА 50. Вăрманта лаша çинĕ сасса тăнласа çӳрĕпĕр. Ib. 48. Хапха сасси илтĕнчĕ. Алкум алăкĕ уçăлса хупăнчĕ. || Слух, молва, известие. N. Онăн та (и об этом) сасси пĕтрĕ. Может эпир Киева каятпăр пуль, çапла сасси пур. ГТТ. Пушчăра укçа сасси илтĕнет (ходят слухи о найденных деньгах). Абыз. † Пахчи-пахчи купăсти, качка çияс сасси пур, çийин-çийин çийи-ке, пире валли кучан пур. Байгул. † Сат-сат пахчи, сат пахчи, сат пахчинчи сар-кайăк, чĕпĕ кăларас сасси пур. Çакă ялăн хĕрĕсем тухса каяс сасси пур. Сунчел. † Карта çумĕнче куршанкă, куштан пулас сасси пур. Чураль-к. † Поть-потьăльтакки путяни, çурă кăларас сасси пур. N. Ку сасă каллах пирĕн ял çыннисене питĕ хăратрĕ. АПП. † Эпир килтĕмĕр, каятпăр, хыçăмăртан сасă пулминччĕ. Чт. по пчел. Халĕ те тăваççĕ, тени сасси пур.

сасă-палли

(-λλиы), саспалли (-λλиы), буква. Хĕрлĕ Урал. Саспаллисенчен сăмахсем туса хаçата кăларать (наборщик). Кн. для чт. I, 6. Çак сасă-паллисенчен ху ятна кăтартакан сăмах ту (сложи свое имя). Орау. Саспаллин-саспаллин майласа хунă (по буквам, напр., словарь).

сахал

(саhал), мало. Якейк. Нумай пĕл те, сахал калаç. С.-Устье. Унпа сахал (этого мало), эпĕ виçĕ тенкĕ хурап. Шурăм-п. Çăлта шапа çук пулсассăн, шыв лайăх мар вара: ăшă, сахалли те сахал. N. Тырă сахал тухрĕ (на веса, или с загона, или с воза — вышло меньше предложенного) N. Социалисăмла революциччен чухăн хресченсен çĕрĕ: сахалран сахал юлса пынă. Арзад. 1908,36. Микиçĕн Çитăрăннинчен 5 кăлтăрмаç сахал. || Редко. Скотолеч. 32. Çак чирпе чирленĕ сурăх чĕрĕлекен сахал. N. Çăпан сахалтан сахал туха пуçланă (чири стали появляться все реже и реже).

сахат

(саhат, Пшкрт: саҕат), час. Якейк. Виç сахата пилĕк минут çитми (в 2 ч. 55 м.) эп килтен тохрăм. Орау. Сакăр сахат çитни? — Çитиман (еще нет восьми). Шор-к. Кăçал пирĕн ялта çорçĕр иртсен иккĕ сахатран пошар тохрĕ. N. Паян эп çич сахатра вăраннă (если о времени вставания узнал после; варантăм — если тут же посмотрел на часы). N. Миçе сахат çитнĕ? (спрашивает проснувшийся). N. Сакăр сахатра тăратпăр та, çурçĕр иртсе 2 сахат иртеччен нихçан та выртмастпăр. Орау. Çав икĕ сахата килме тăрăшăп эпĕ те, килимасан, сыв юлăр вара, васкамалла пулчĕ; каясса 4 сахат анчах каяп та... спаççипă сире. Хочехмат. Пĕр вунпĕр сахат вăхăтра хĕвел-тухăçĕнчен килет, тет, пĕр лаша. Г. А. Отрыв. † Сакăр сахат лартăмăр, тăхăр сахат çитеретпĕр,— каттăршнисам каймарĕç, пирĕн савнисам килмерĕç. Орау. Çич сахата çитесси нумай мар. Ib. Çич сахата кăштах çитиман. Немного (не доспал) до 7 часов. Шорк. Шăп пилĕк сахатра; пилĕк сахат ăшне кĕрсен (çине кайсан), в пятом часу; тăват сахат иртни 15 минут çитсен (15 мин. пятого); тават сахат 15 минут çитми тохрăмăр (без 15 м. четыре); кăнтăрла иртни пĕр сахат (1 час по полудни). N. Паян кăнтăрла выртрăм та, пĕр-ик сахат çывăрса илтĕм (после часа два). || Время, приблизительно равное часу. Яргуньк. Çав карчăк ачине килте кашни сахатрах кĕтсе пурăнать, тет. N. Çак сахатрах, тотчас. || Момент. Шорк. Аçа çапнă сахатрах вот сиксе те тохрĕ. Тотчас после удара молнии вспыхнул огонь. Тип-Сирма. Çак сахатра, в этот момент, в это время. Регули 1337. Эп илтĕм, он чохнех (илтĕм çав сахатрах) пусрăм. || Часы. Орау. Ку сахат çапла шакка-шакках çын ĕмĕрне ирттерет. Часы тикают, тикают, да и натикают чью-нибудь смерть. Ib. Ман сахатпа пулсассăн, сакăр сахат çитме кирлĕ марччĕ. М. Кукшум. Чунсăр çын вăхăт пĕлет? (Сахат). N. Сахата пăх! Посмотри на время. || Караул (стояние на часах). N. † Тантăшсем олаха кайнă чох эпир сахата (вар. салтака) каятпăр. (Солд. п.). См. сехет.

Саххар

хр. имя мужч., Захар. СТИК. Саххар туй, куçмик çап! тесе пĕр-пĕр çын çапăçнине курса, е авăн çапнă чух пĕчĕкçĕ ачасем çапйиççисене çĕклеймесĕр аран-аран çавăрса чун хавалпе çапнине курсан, кулкаласа вĕçертсе калат. Çак сăмах çинчен ак мĕн калаççĕ. Пирĕн ялта пĕр Сахар ятлă çын пур. Ăна Утьтя Якку Сахар(ĕ) теççĕ, тата çавăнпа кӳршĕлех Куçмик пурнат. Пĕрре вăсен сухи тимĕрĕ катăлнă та, суха çинче ниăçта кайма аптраса, сухи тимĕрне хăйсем тӳрлетме тытăннă. Мунчара кăмака хутса янă, тет, хăйсем иккĕш те çаннисене тавăрса çӳреççĕ, тет. Куçмикĕ сухи тимĕрне вут çинче тытса тăрат, тет, Сахарĕ млатук тытса тăрат, тет. Кăсен вучĕ çунмаст, тет, тимĕрĕ хĕрме яхăнта та çук, тет. Куçмикĕ тарăхнипе: Саххар, туй! тесе калат, тет. Сахарĕ вĕрме тытăннă майĕпе млатукне ывăтса ярса: Куçмик, çап! тесе каларĕ, тет.

Серкикаççи

назв. местности. Панклеи. Çак Якорсань мочĕшех, Ласок, ĕлĕк Митри Стапанĕпе Серкикаççи орлă пыратпăр, тет.

сехет

(сэhэт), часы. N. Пĕр сехет иртнĕ (или: çапнă). Уже час (пополудни). N. Тепĕр чухне çурçĕр иртсе икĕ сехетре (-рэ) тин çывратăп. N. Çичĕ сехет иртсен, после 7 часов. N. Пилĕк сехет вăхăтĕнче, в 5 часов. N. Сехет вăнă иккĕре çĕрле. N. (Пĕр) пилĕк сехет вăхăтнелле пыр. N. Çав вунă сехет вăхăтнелле, вунпĕр сехетелле (около). N. „Грибоедăв“ Хусантан тухса Шупашкар тĕлĕнчен паян (надо: кĕçĕр) çĕрле, 11—13 сехетсем тĕлĕнче, улăхса каять. N. Ик сехетсем таврашнелле эп килте пулап. N. Ик сехет вăхăтнелле (часа в З) пирĕн патра пыр. Ик сехет енелле пирĕн пата (патра) пыр. Пĕр пилĕк сехетре пыр пирĕн пата. Трхбл. † Ай-хай пĕр аттемçĕм, пĕр аннемçĕм, сехетсерен асма килет-çке. Ст. Шаймурз. Тăхăрмĕш сехет çитсен, анне мана кĕнеке вулама хушрĕ. N. Кăнтăрла иртни 5 сехет çитсен. Сред. Юм. Ман сехетпе ôлт сехете ик минут çитмес, саннипе ôлт сехет те пилĕк минут (по моим часам столько...). Скотолеч. 32. Икĕ сехет сиктерсе пĕрре, раз в 2 часа. N. Ачи питĕ илемлĕ пулнă, вăл сехет тарăх ӳснĕ. Изамб. Т. Ту(л) çутăласси пĕр-ик-виç сехет пур. Скошолеч. 36. Чирлĕ сыснисене (больных свиней) çур сехетре пĕрре сивĕ шывпа шыва кӳртес пулать. N. Каçхине тăхăр сехет тĕлĕнче. Баран. 64. Кăнтăрла сулăнни çичĕ сехете яхăн иртсен. N. Миçе сехет-ши, пăх-ха. || Время, пора. Ходар. Çула-йĕре (в путь) кайнă чух, ыр сехет тĕлне ту. (Из моленья „чӳклеме“). Альш. Çак сехете ырă çынçăм пулччĕ (будь). N. Ах тăвансем-чунăмсем, сехетрен сехете асма килетĕр-ĕçке. N. Апла калать пулсан, юрĕ (хорошо),— ырă сехет тĕлне пултăр (в добрый час). || Часы. Кан. Çтена çумне çакмалли сехет, кăсяра чиксе çӳремелли сехет, алла çыхса çӳремеллисем, чукун çул сехечĕсем. N. Алла çыхса çурекенни пĕчик сехет. Юрк. Сехетне кăларса мĕн чухлĕ вăхăтне часах пăхса илет (быстро). Ст. Семенк. Санăн сехет миçере? У тебя который час? Орау. Сан сехет миçере? Который час у тебя? Ал. цв. 26. Пӳлĕмĕсенчи сехечĕсене пурне те шăп пĕр сехет кая туса ларта-ларта хунă. Ст. Шаймурз. Унтан вара сехет вунпĕр çапрĕ. См. сахат.

сывăх

(сывы̆х), выздороветь, поправиться. Тет. Ашшĕ-амăшне... Тата пăртак çывăрса тăрсан, хамах сывăхса ура çине тăрăп-ха. ППТ. Çапла сĕренте, çав сĕрен хуллисемпе çаптарсан, кирак епле çын та сывăхать, теççĕ, çавăнпа кирак кам пултăр, пурте хăйсемех çаптараççĕ. Сред. Юм. Çак чиртен сывăхсан, пырса кôрасчĕ сирн патра та, сывă-хайрап тем тульккĕ.

сыпă

(сыбы̆), стык, сочленение, коленцо, сустав. N. Сыппа лар, образовать сочленение. Цив. † И кив кантăр, кив кантăр, сыппи таран çĕнĕ кантăр. ЧП. Шемексенĕн хĕрĕсем сыпписерен ăсĕсем. Альш. † Леш кассенĕн каччисем сыпписерен ăсĕсем. Чотай. † Олăх толли олăх кĕпçи, татрăм-пăхрăм — сыппи çок, çирăм-пăхрăм — тути çок. ЧП. Сыпăсăр кĕпçе. VS. Ура сыппи шăмми, щиколотка. || Звено. Янш.-Норв. Ултă хуме сыппине утса çитсе пулмарĕ. || Плаха. N. Пысăк йывăç сыпписем, тĕпĕсем пулнă (были там). || Протяжение. Хора-к. Ĕмĕр сакки сарлака, порăнăç сып(п)и вăрăм. || Часть избы. Собр. Алăкран кĕрет те, сыппа ларат, куçне-пуçне чаркалат. Ау 278. Ах сасăçăм, ырă курас пулсассăн, алăк сыппа илтĕнтĕр. Рак. Тĕпел сыппа çитсен, тĕлĕнтĕм. Тайба. Пире хирĕç тухса илсессĕн, тĕпелĕн сыппинчи çын эпир; хирĕç тухса илмесессĕн, алăкăн сыппинчи çын эпир. (Хĕр сăри). || Завязка, поясок наряда сарă. Такмак. Сарă çукки çĕрĕк çăпата çыхса пырăр. Сыппи пулмасан, çĕрĕк тăла сыпса ярăр. Ст. Ганьк. † Сакăр пире сарă сыппи пилĕке çитми тумарăм. Неверк. Хума хĕррин сарă сыппи çитмен. (Сулă). || Широкая межа, отделяющая один ряд загонов от другого ряда (межа идет по концам загонов); ряд загонов расположенных смежно. Шел. П. 63. Унтан ыраш хушшипе ана сыпписемпе, йăранĕсемпе кайса, пĕр кӳлĕ хĕрне пытăмăр. Ст. Чек. Çак сыпăпа çумăр çуса карĕ (вдоль „сыпă ана“). Ib. Çак сыпăпа кай. Иди по этой меже. Ib. Сыпă имеет ширину 80 саж. (длина загона): пĕр сыпă ана, икĕ пуçĕнче ана сыппи икĕ сыпă хушши сыпă ана пулат (в длину загона). Виçĕ çухрăма икĕ сыпă ана пырат. Пĕр сыпă ана кай та, аслă çула тухăн. Альш. Елшел пĕр-икĕ ана сыппи çулерех кайса тунă хире (кладбище). || Квартал, участок. Юрк. Вуникĕ сыпă хулине утса тухса пулмарĕ. См. след. сл.

сып

хлебать. ЧС. Шыв парсан çăварĕпе сыпат та, сăмсинчен юхса тухат (лошадь). Юрк. † Çак тăвансем асма (= асăма) килнĕ чух сыпаймарăм ăснă кашăкăма. Алших. Кĕселне сыпсан, кĕсел пĕçернипе, сĕт сыпма каçнă чух пурте кĕсел ăшне кĕрсе вилеççĕ, тет. Трхбл. † Хамăр тăван аса килсессĕн, сыпнă яшкамсене çăтаймăп. N. Анне те пер çăмарта илсе çирĕ, тата пăртак сĕт сыпрĕ. Янтик. † Шĕлешен-кайăк чĕппи мĕн çийĕт? Тулă пĕрчи хыпать, сĕт сыпать. Пирĕн аппа-йысна мĕн çиет? — Кулаçне хыпать, пыл сыпать. ТХКА 60. Ирхине тăрсан, пит-куçа çусан, тин уçланă уйранпа сыпа-сыпа, серте-çăмах яшки çисен... Качал. † Пирĕншĕн, апай, ма макрас? Ларас-сăвас ĕне мер, сыпас-çияс сĕт мер. N. † Сыпма та çук син-пыл пĕçерет, тухма (та) çук хуçи тарават. Б. Хирлепы. Сыпса çимелли апатсем, жидкие блюда. О сохр. здор. Тата кирек камăн та: чирлин те, сыввин те, шыва çăвара сыпса çумалла мар (не следует). Сĕт-к. Пĕр чĕлĕ çăккăр касса илтĕм те, твар пуçса шупа сыпса çиса ятăм. || Выпить. Юрк. Эх, сыпмасăр тӳсесси те пит хĕн çав. Эпĕ акă вырăн çук чухне: вырăн çук, тесе, ĕçетĕп. Ib. Сан пек вырăнта пулсан, эпĕ, чăнласах та, сыпса та пăхмăттăм, тет. Ск. и пред. 44. Сыпасчĕ-çке пăртак йӳççине çакăн пек ĕç хыçĕнчен. || Церковный термин: причащаться. || Переносно. ЧС. Ун чухне Пăла (река Була) ейĕве тухас пек сыпса тăрат, тет. П. Яндоуши, Б. Крышки. Каткара шыв сыпса тăрать. Вода в кадке вровень с краями, т. е. она готова пойти через край. Ib. Ма тулли ямастăн? — Халь те сыпсах тăрат вĕт. Что наливаешь неполно? — Итак уж вровень с краями.

си

(-с­и), угощение. Кĕвĕсем. Сĕтелĕрсен умĕнче си паракан, ут пуçĕ-тĕр унăн чĕрисем, шур акăш-тăр унăн чунĕсем. N. † Эпĕ сан патна килсе си куртăм. Бур. † Çак тăвансем патне килсессĕн, çамрăк пуç çĕклейми си куртăм. N. Си кăтарт, угощать. Шибач. Тав сия! тет ĕçтерекен хăнине сăра ĕçнĕ чухне. Слеп. Тав сия! говорят возвращаюшиеся с пирушки всякому встречному. СПВВ. Си, силлес, си куртăм. И. С. Степ. Си, тав сие. См. сий, сăй.

си

слой. БАБ. Çĕрĕн çиелти тырă пулакан сийĕ (плодородный). Баран. 105. Ĕçлекен хуртсен хырăмĕ çумне пĕр çӳп-çӳхе си ăвăс пухăнать. Календ. 1910. Çав маях бактериясем ӳссе пырсан, 2 тавлăкра пĕтĕм çĕре хулăн сипе витсе илĕччĕç. Ib. 1911. Шăтăк чавса çав шăтăка пĕр си курăк сарса тухас пулать. Ib. 1906. Шăтăкран хура çĕр, тăм, хăйăр тухать пулсан, вĕсене пурне те уйрăм хурас пулать; тата çиелти сине хăйне, тĕпĕнчине хăйне ăрасна хурас пулать. Ib. Хăяр хушшине си-си юман çулçи, хурлăхан, хĕрен, укроп хурса хăварас пулать. Ст. Чек. Си — слой (çĕр сийĕ), çăмарта сийĕ (пленка яйца). || Раз. N. Вара унтан тата тепĕр си апат çияççĕ, вара ĕç пĕтет. Чхĕйп. Унтан вара, унта (туда) кайиччен (прежде чем итти), пурте тепĕр си хываççĕ. || Встр. в соединении: пӳ-си. Ст. Ганьк. Пĕвĕнчен-сийĕнчен, куçĕнчен-пуçĕнчен, ăшĕнчен-чикĕнчен сăнĕнчен-сăпатĕнчен. || Юрк. † Эпир çак киле килсессĕн, çамрăк пуçсем сие ӳкет-çке.

сиен

ущерб, убыток, вред, изьян, недостаток. СПВВ. МС. Кан. Ирсĕр ĕç туса хуçайства сиен кăтартакансене питĕ хытă айăплаççĕ. ЧС. Пире нимĕн сиен те (никакого вреда) туман вĕт вăл. Изамб. Т. Ача тумтир илсе кайнă иккен, çавăнпа ул сиен курман. Пазух. Çак атте-анне, ай, килĕнче пĕр сиенсĕр (без каких бы то ни было недостатков) пĕвме ӳстертĕм. Сред. Юм. Сиен — большой убыток вообще. || Беда, несчастье. Ст. Шаймурз. Йытă, сиене сиссен, улат, тет. Хурамал. Тĕлĕкре эрех ĕçсен, пĕрер сиен пулать, тет. Кан. Çаксенчен ĕнтĕ выльăха калча çине яни сиенни питĕ аван курăнать. N. Ку таранччен сиен пулманччĕ-ха. Ст. Шаймурз. Çурт тăрринче çăхан кăшкăрсан, сиен пулат, тет, || Смерть. Ст. Чек. Лаша вилсен, е ĕне тавраш вилсен: лаша сиен пулчĕ, ĕне сиен пулчĕ, теççĕ. СПВВ. МА. Трхбл. Унăн ачи сиен пулнă. У него помер ребенок.

сивĕ

сив, холодный. Якейк. † Çак коккăрта çил сивĕ, çил сивĕ мар — хĕр сивĕ, чон йоратнă хĕр сивĕ. Истор, çӳлелле хăпарна çемĕн сивĕрен сивĕ пулса пынă. Орау. Эсĕр пӳртĕре сивĕ те сивĕ тетĕр, сив пĕрене кĕнĕ пулĕ пӳртĕре пуранă чухне. Çав сив пĕрене пӳрт пурине кĕрсен, пӳрт тем чул хутсан та ăшăнмаст. Вăл пĕрене тахçанччен тăрсан ытти пĕренесем пек çĕрмест, тет. Мусир. † Çӳлти пĕлĕт — шур пĕлĕт, сивви малтан килейчĕ. Якейк. Эп чее сивĕ ĕçме йорататăп. N. Кунта ытла сивĕ мар, ытла ăшă мар — вăхăтлă. Алдиар. Сиввине лаша уйăхĕ, ăшшине ĕне уйăхĕ, теççĕ. || Холодно. СПВВ. Сурса сурчăк ӳкми сивĕ. О сохр. здор. Ăна пĕрре пит сивĕ пулать те, хыçĕнчен вара вăл пит хытă вĕриленсе каять (жар и ожоб). Анат-Кушар. Çанталăк ытла та пĕр пекех сивĕ тăрать. Все стоят морозы. К.-Кушки. Тулта паян сивĕ мар-ши? Ib. Эпĕ чӳрече уçрăм та, сана сивĕ пулмĕ-ши (не будет холодно)? N. Çак уйăх пуш(ш)ех сивĕ тăра пуçларĕ. || Мрачный, сердитый. Ашшĕ-амăшне. Кĕркури пит сивĕ çӳренĕ, сасси унăн çилĕлĕ янăрса çеç тăнă. Юрк. Кай эсĕ, сивĕ япала, кай. Ст. Чек. Сивĕ куççăн пăхат = çиленсе пăхат. Ib. Сивĕ куççăн (пăхса) çӳрет (когда сердит). М. Васильев № З, 58. Шуйтан онтах откалать, онтан татмас сив куçне. Янтик. † Хĕрсем ӳссе çитнĕ чух сив куçăрпа ан пăхăр: хĕр куçăхать, тиеççĕ. N. Он пак сивĕ çын эп нихçан та корман. Вăл итла сивĕ çын уш (суровый). Он çине пăхсан хăрамалла. (Таков был Иван Грозный). || Нечто холодящее. Янбулат. † Йĕтĕн тотăр поç сивви, çак ен хĕрсем чон сивви. || Холод, мороз. Чем люди живы. Симун çĕтĕк картусне хывса лешне тăхăнтарасшăн пулнă, анчах хăй пуçне сивĕ çапнă. Кожар. Вăл киле çитсен, арăмĕ каларĕ: ачасене сивĕ çĕрте (в холодном месте) вĕлересси, кайса пос-килтен лаша топ та, вăрмантан çатрака тортарса кил те, вот хотса ăшă çĕрте вилĕпĕр. N. Сивĕ çапнипе чирленĕ. В. Олг. Ăшăпа сивĕ талашни (в сретенье). Орау. Сивĕсем пайтах пулкаларĕç кăçал. Шумш. Сиввине-ăшшине корнă çын, человек, видавший всякие виды. Янтик. Сивĕ çĕртен кĕрсенех ун патне ан пыр (не подходи к нему с холоду). Чăв. й. пур. 31°. Йĕпере-сапара та, сурса сурчăк ӳкми сивĕре те. N. Сивĕ, холод, мороз. О сохр. здор. Сивĕ çĕре тух (на холод). Регули 1060. Сивĕрен чĕтĕрет. N. Ăшă салатать, сивĕ пуçтарать, теççĕ. Изамб. Т. Лаша сыхлама хăварнă ачана сивĕ вите пуçланă (стал зябнуть). Анат-Кушар. Сивĕ пĕр улшăнмасăрах тăрать. Стоят непрерывные (бессменные) морозы. N. Пĕтĕм ăша витрĕ сивĕ. Орау. Юр айĕнче ăшне сивĕ витичченех выртнă. Кан. Сивĕсем татах пăртак пулĕç-ха. N. Сана сивĕ çапмаст-и? || Неприветливый. N. Хамăрах та кунта та, савни таçта, сивĕ сăмахсем çӳрет те хушăмăрта. ТХКА. Хĕрĕх те пĕр çул пурăнса та, пĕр сивĕ сăмах каламан эпĕ хам карчăка. Пазух. Хăвăнтан сивĕ сăмах илтмесен, çичĕ ют сăмахĕпе ан сивĕн. Кан. Вырăссем пире нимле сивĕ сăмах та каламаççĕ. Н Седяк. Сивĕ яшка сивĕтмест, сивĕ сăмах сивĕтет. (Послов.). || Лихорадка. Собр. Сивве (дихорадку) вĕсем: пĕчĕк ача пулса çӳрет, теççĕ. Унăн çӳçĕ вăрăм та, хăй лутра, теççĕ. Çав сивĕрен (лихорадки) пытансан, вăл тытмаст, тет. Тата, тунката çине шăтнă пилеш витĕр тухсан, пăрахат, теççĕ. Унтан тата, эрех ĕçсен, пăрахат, теççĕ; эрех ĕçсен, вăл ӳсĕрĕлсе нихăçан та пымаст, тет, вара.

сик

скакливый. N. Ереветлĕ-теветлĕ, сик-сик кутлă, пурçăн йĕмлĕ. (Ула-кайăк). Т. II. Загадки. Сик-сик кутлă, кăс çĕлĕклĕ, пурçын йĕмлĕ. (Кăся). СТИК. Сик-сик тăллăм, сик тăллăм, çак арăма çит тăллăм. (Сик-сик здесь является прилагательным, а не глаголом в повел. наклонении. Точно также прилагательные или причастия: чут-чут, юх-юх, тăр-тăр тăри, шав-шав çумăр, но только „шав-шав çумăр“ понятно и так, потому что не смешивается с глаголом). Сред. Юм. Сик-сик тыллăм, сик тыллăм, ачуна çиес-и, хуна çиес-и?

сиккеле

учащ. ф. от гл. сик. N. Йăкăлтин-якăлтин сиккеле. || Шататься. N. Вăл пăта çине ан çак, вăл сиккелет. || Двигаться, шевелиться, метаться. Юрк. Çав çын, çиме ларсан, пĕрте сиккелемес. Баран. 38. Темĕскер сиккеленĕ пек курăнать. Альш. Пуллисем чĕп-чĕрех: сиккелесе выртаççĕ. Чув. пр. о пог. 224. Пулăсем шывра пит сиккелесен, çăмăр пулать. Если рыбы сильно мечутся в воде, будет дождь. || Мерцать. Чув. пр. о пог. 72. Çăлтăрсем сиккелесе тăрсан, сивĕтет. Звезды прыгают — к холоду. || Делать быстро, „поворачиваться“. Йӳç. такăнт. 9. Ну, часрах сиккеле, карчăк.

сиксе лар

вскакивать и садиться, наскакивать. N. Çак йăтăран эп хăрап, вăл çын çине тӳрех сиксе ларать (она бросается на людей). Сĕт-к. † Кӳлсе те тохрăм сар лаша, сиккĕр те ларчĕ сап-сар хĕр. Баран. Бровка (собака) хăй выртакан купа çинчен ухă пек ярăнса анса, çĕлен çине сиксе ларчĕ. || Сесть быстро. Чураль-к. † Кӳлтĕм-тухрăм хура лаша, сикрĕ-ларчĕ хура хĕр: сулăнкăра та сулăнмасть, лакăмра та ларса юлмасть. || Пересесть. Çĕнтерчĕ 11. Кантăк патĕнчен сиксе ларать. N. Хăнийĕ, кансĕрлес мар тесе (чтобы не беспокоить хозяев), тепĕр вырăна сиксе ларчĕ, тет.

сиктер

понуд. ф. от гл. сик. Кан. Этем тӳсмелле мар хаяр аслати пырса çапнă пек çапса, пире ура çине сиктерсе тăратрĕ (заставил нас вскочить на ноги). Орау. Ма ăна тапса сиктермеççĕ-ши? Почему его не вышибут отсюда (напр., с должности). Юрк. † Виççĕн виçĕ улмине татса илĕпĕр, пĕр çĕлĕк çине ярса сиктерĕпĕр, хăшăмăра тухĕ каймашкăн; аслă пăратăн шăпи сиксе тухрĕ. Ib. Çитмĕл пус тенке кам сиктерет? — Тури хуçа сиктерет. Тури хуçана кам сиктерет? — Çумĕнчи майри сиктерет. Çумĕнчи майрине кам сиктерет? — Пылпа кулаç сиктерет. || Двигать, шевелить. ЧП. Ак çак хĕрсем пит... куçне-пуçне сиктерет (глаза так и бегают). ЧП. Куçна ан сиктер. N. Пурнине те вырăнтан сиктереймен. Янтик. Качи-пӳрнене сиктерсенех вупăр каять, тет. Альш. Ку хĕр урине сиктерет те, пĕрчи хурчăка пулса, автана пырса вĕлернĕ. N. Юр çинче пĕр вырантан сиктермесĕр тавлăкшар тăратнă. || Качать (ребенка). Байгул. Тата пĕр маях пӳртре йăмăкăма сиктерсе ларма хушатьчĕç. || Вывихнуть. N. Пĕр хĕр çавăнта ӳксе аллине сыппине сиктернĕ (вывихнула). Якейк. Ах, ача, эпĕ паян тăпра нумай йăтса пилĕке сиктертĕм. || Пустить сильной струей. Çамр. Хр. Крантран тăрук шыв сиктерсе (пустив). || Пускать вскачь. С. Айб. † Укăлчаран тухрăм, ут сиктертĕм; çырла çеçки пуррине пĕлнĕ пулсан, кирлĕ марччĕ ут сиктерме. В. С. Разум. † Яш çын каять утпала, йăлтти-йăлтти сиктерсе. Ib. Пĕр çамрăк полковник нумай шухăшласа тăман, çăмăл ăслăскер, касаксем хыççăн сиктере панă. Ала 65. † Пĕчĕк çырма сулхăн шыв, ахаль ан каç — ут сиктер; Лашман ялин арăмсене сăмах ан пар (не позволяй рассуждать) — тап-сиктер. || Выпалить (из ружья). Изамб. Т. Унччен те пулмарĕ, ик-виç пăшалтан харăс (вдруг) сиктерчĕçĕ (печĕçĕ). || Пропустить (время). КС. Çак йывăçăн улми çул сиктерсе пулать (через год, т. е. раз в два года). N. Пĕр кун сиктермесĕр, не пропуская ни одного дня. N. Кун сиктерсе, е икĕ кун сиктерсе шăнтать пулсан (лихорадка), выльăх лекĕрне кăтартас пулать (лошадь). ТТМ. Çавăн пек ачасене ашшĕ-амăшсем школа каймасăр кун сиктерсе хăварнăшăн пĕре те хăтăрмаççĕ. N. Кашнă кун ирхине те, каçхине те пĕр сиктермесĕр пирĕн пата пыратчĕ. N. Эрне сиктерсе тăваççĕ çавна. Аттик. Çав кӳлле пĕр-пĕр çул памасăр (жертву) сиктерсе хăварсассăн, çăмăр кăлармасăр çĕре типĕтсе хăртса ярăть. || Пропускать. N. Пĕр сăмах сиктерсе хăвармасăр вуласа кăтартнă. || Обойти, пропустить, миновать. Юрк. Унта юнашар ларакан кӳрши юлташне, хăнине, эрех ĕçмен çынна ĕçтермесĕр сиктерсе хăварнă пек, ялан ĕçтермесĕр сиктерсе хăвараççĕ (минуют, обносят при угощении). || Переносить (здание на другое место) || Перевести (с одного места на другое). Сенчук. Атте мана каларĕ: ачам, лашăсене кайса сиктер-ха, терĕ. Ib. Унтан ытти лашасене те сиктертĕм. || Встряхивать, перетряхивать (солому). Якейк. Авăн аштарнă чохне олăм сиктереççĕ (перетряхивают вилами яровую солому). Изамб. Т. Вара кĕреплепе çиелтен хăпарнă улăмне сиктерсе илме пуçлаççĕ (встряхивают и убирают). Ib. Улăма улăм сеникĕпе сиктереççĕ (перетряхивают). || Тревожить. Ск. и пред. 16. Эсир унта кулянни, пирĕн чуна сиктерет (тревожит). || Подозревать (в чем). Сред. Юм. Ăна вăрăпа сиктереççĕ (подозревают в воровстве). || Случать. N. Кĕсрене сиктер. || Ходить (в игре в шашки). Янш. Норв.

силле

(силлэ), угощать. Хурамал. См. сăйла. Юрк. Кил-хуççийĕ паллă хăнана пынă çынна тытăнат силлеме. Апат тăвас умĕн эрехне те çителĕклĕ астивсе пăхаççĕ. Ib. Кил-хуçийĕ тытăнат кĕсене силлеме: пуставĕнчен пĕр савăт эрехне те туртса кăларат. Ib. † Атте-анне пур чухне чунсене силлеме пит лайăх. Ib. † Хамăр тăван лайăх чун силлеме. Альш. Хăнасене силлеме Чĕмпĕртен эрех илеççĕ. Ib. Силлеççĕ юлашкинчен ку хăнасене. Ib. † Хура курка, прака шыв, силлерĕмĕр Кашана. Ib. Татах, йыхравçа силленçи (под предлогом угощения пригласителя) пулса, хăйсем силленеççĕ Елшелсем. Ib. † Хамăр тăван пулмасан, ăçта силлĕпĕр-ши ку чуна? Изамб. Т. Евчĕ кăсене силлеме пуçлат. Ib. Хăнана силлени. Н. Седяк. Йĕтес силлекенсем (сăйлакансем) ак çапла тăваççĕ. Бюрг. † Кил, силлесех юлар-и чунсене хамăрăнах тăвансем сыв чухне. СПВВ. † Çак тăвансем патне килмен пулсан, силлеймĕттĕмĕр эпир чунсене. Ib. † Тăвансем пур чухне пире чунсем силлеме пит лайăх. || В перен. смысле. N. Парăмне парас вырăнне йĕрмĕшсе калаçнă сăмахĕ-юмахĕпе силлет.

силлен

угощаться. Альш. Юрк. † Кĕрекене пăхрăм — савăнтăм, начар ачасем пек силлентĕм. Рак. † Çак тăвансем патне килсен, сăпкари ача пек силлентĕм. (Смешение двух слов разного значения: силле — качать, силле — угощать).

сим

медовый напиток. Юрк. † Сĕтелĕр çинче мĕскер пур? Вуникĕ чурхат (особая чаша для пива или меда), пĕр ступка, сирсе сирĕлми симсем пур. Ib. † Кĕрекĕрсем витĕр сим çапат, вунă пӳрнĕр витĕр мул вылят. N. † Пирĕнтен ăснă сăрине, пирĕнтен вара сим пултăр. N. Пĕр пăккинчен сим юхать, тепĕр пăккинчен пыл юхать. Собр. † Тарай тутри çине сар чашăкпа сим лартар, чĕни-чĕнми тăвансене çак симпе чĕнтерер (заставим вести беседу). Ib. † Сĕтел лартса, сим лартса, пĕр ватсăр (= ватăсăр) килĕшмест, пирĕншĕн пуçланă пичĕкĕр, пиртен вара сим пултăр, пирĕншĕн пĕçернĕ яшку-çăкăру, пиртен кайран сим юлтăр. Ib. † Улт ураллă чурхат çинче сирсе сирĕлми сим ларать. N. † Пирĕншĕн тунă сăрана, пиртен вара сим пултăр; пирĕншĕн пĕçернĕ яшкана, пиртеи вара çу пултăр. (Хĕр йĕри). Микушк. † Пирĕншĕн пуçланă пичĕкене пылпа сим тулса лартăр. Ib. Пĕр пуçĕнчен (у бочки) пыл юхать, тепĕр пуçĕнчен сим юхать. Пазух. Сирĕн пек ыр çынпа паллашмашкăн мĕн кĕçĕнтен пухнă мул кирлĕ; мулта кирлĕ, тăван, ăс та кирлĕ, сирсе сирĕлейми сим кирлĕ, сим-пылĕ-ех тутлă-и, тăван тутлă-и? сим-пылĕнчен тутлă тăвансем. ЧП. Шарт çапать те, сим тăвать (чун савни). Альш. † Сикнĕ çĕртен сим тухтăр, вылянă çĕртен вăй тухтăр. (Хĕр йĕрри). Ib. † Пĕр аппаçăм, пĕр йыснаçăм, кĕрекĕрсем тулĕнчен сим тумлат. Султангул. Вуникĕ кăшăллă пичĕки пур: пĕр пуçĕнчен пыл юхат, тепĕр пуçĕнчен сим юхат. Сред. Юм. † Атте нӳхреп — чул нӳхреп, пĕр хĕрĕнчен сим юхать, тепĕр хĕрĕнчен пыл юхать. Рак. † Çакăях та тăвансем патне халь килсессĕн, çамрăк пуçăм ӳкрĕ сим çине.

Синкер

(сингэр), несчастье, неожиданность, беда. Ст. Чек. Синкер, несчастье, беда; человек, всюду приносящий зло, беду. Ib. Кай кунтан, синкер! (Говорят, напр., мальчику, который что-нибудь натворит, набелокурит). Ib. Синкере никам та кĕтсе тăмас. Никто не желает худого. Альш. Ну эпĕ пӳлмерен тухрăм та, пĕр катăк çу кĕсьене чикрĕм те, кĕлет алăкне туртатăп. Ак, синкер, кĕлет алăкĕ уçăлмас. СПВВ. Синкер: темĕнле синкер (несчастье, беда) çакланасси пур халь. Хорачка. Мана темĕскер синкер (несчастье) полчă. Бур. Çăхан ял урлă кăшкăрса иртсен, синкер пулат, теççĕ. N. Енчен сана пĕр-пĕр синкер вăрăнас пулсассăн. Пшкрт. Апла тусан йорамă, пĕр-пĕр синкер польă. Кратк. расск. 17. Çул çинче темĕн пулас, темĕн килес, темĕнле синкер çакланас пур, тесе, ытти ывăлĕсемпе яман ăна. Ib. 19. Сирĕнпе пĕрле кайнă чухне, çул çинче ăна пĕр-пĕр синкер мĕн ленксе, вăл вилес пулсассăн, эпĕ вара ватăлмалăх кунăмра йĕре-йĕрех вилĕп. Четыре пути. Пиллĕке çитсен, тем синкер лекетчĕ те, сасартăк вилетчĕç. М. Яльчики. Синкер кĕчĕ çурта (несчастье). Сиктер. Курас синкертен, пăрăнтан, выçлăхран сыхласа витсе тăр! (Моленье от града). Юрк. Хăш чухне тата туррăн синкерĕ („наказанье божье“) те пулат, пăр та çапат (градобитие), тет. Ib. Ку синкертен епле кăна хăтăлар-ши? N. Синкер айăпне каçарăр. См. Прокоп. „Прохожд. в землян. ворота“, || Заразная болезнь. СПВВ. ФИ. Синкер — пĕр çын çинчен тепĕр çын çине сикекен чир. || Страшняя вещь. Изамб. Т. Эпĕ синкер куртăм. Я видел страшную вещь. Тайба-Т. Çак пӳртре пĕр синкер. (Шăпăр). || Назв. божества. Хурамал. Альш. Турă синкерне путек. Рекеев. Синкер ернĕ. См. Магн. М. 63, 64, 69, 113. || Укрепление. Мункачи 40.

синкерлĕ

(-гэ-), приносящий зло. Зап. ВНО. Синкерлĕ, бедовое. НИП. Уйăх хушши тунă чухне çуралнă çын синкерлĕ пулат; вăл ылханни çынна çитет, теççĕ. || Опасный, опасно. СПВВ. ЕС. Çĕлен-калта сăхсан синкерлĕ, усал, час тӳрленмест, теççĕ. Шарбаш. Чув. Сорма? Хачă-çĕçĕ синкерлĕ (опасно). Сам. 59. Çак синкерлĕ çул асаплăн чуна пăвса тăнă чух... N. Сивĕ-çăла пăрăнчен, синкерлĕ çумăрĕнчен асăнса кĕлтăвакан кĕлĕ. См. халăхăн вăкăр чӳкĕ. || Стюх. † Симĕс çĕлĕк синкерлĕ, кăвак çĕлĕк кăвакаллă.

сипле

починить, ремонтировать. Хочехмат. Ск. и пред 72. Сиплет тулта Михетер туй кӳмине пĕчченех. СПВВ. ТМ. Сиплени — кив япалана тӳрлетни. Сред. Юм. Пӳрт, кĕлет сиплес, кĕрĕк сиплес, сиплетес (понуд. ф.). Имен. Пӳрт сиплес = пӳрт хушас (подновлять, починить избу). Ib. Сипленĕ, чиненный. Хурамал. Пӳрт сиплерĕм = пӳрте сӳтсе тӳрлетрĕм. Ib. Манăн çак кĕрĕке сиплемелле (надо поправить). Суждение. Пур тĕлтен те, ун ĕçне турлетсе, эмеллесе, сиплесе пынă. || Лечить, поправлять. СПВВ. N. Манăн пĕтĕм çан-çурăма сипленĕ... || Сделать воду теплой, т. е. разбавить холодной горячую воду? Ст. Чек. Сиплес — вĕри шывпа сивĕ шыва хушса лĕплентерес. Ib. Ан сипле, мана сивĕ шыв кирлĕ. Срв. сим.

сиплĕ

полезный, имеющий целебное свойство, здоровый. ОПВВ. Шăпа чир. сор. 19. Унпа лаша пăхĕ куписене сапни питĕ сиплĕ. Баран. 12. Авалхи çăка сулхăнĕнче сивĕ шывлă, сиплĕ çăл юхса тухать шавласа. Ст. Чек. Çумăр сиплĕ мар. Изванк. Çак тимĕр карта çавăрнă чухне те, çапла сиплĕрен çарамаçланаç(çĕ) пулĕ те, анчах эпĕ халччен ăна-кăна илтмен. Ib. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ сиплĕ, тьфу! или: турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ чĕлхи сиплĕ, тьфу! (Из наговора). N. Сиплĕ çын. См. вирлĕ. Юрк. Темĕн тĕрлĕ техĕмлĕ, темĕн тĕрлĕ сиплĕ (о кушаньях).

сул

сол, махать. ЧП. Сылтăм аллупа сулса юл (вслед за уезжающим). N. Вăл мана нимĕн те каламарĕ, пуçне кăна сулчĕ. N. Кăшт сулнипе пурне те тытса тăракан. N. Пĕр хыçĕпе сулнă та, виçĕ пуçне те татнă. Кан. Танюк аллисене мĕн курăнми пуличченех ял енелле сулса, илемлĕ юрăсем шăратса карĕ. Шорк. Вăл ăна çапасшăн патаккипе солса ячĕ. Питĕ солăмлă тивретрĕ. Пшкрт. Алă сол, махнуть рукой. || Ссылаться. N. Санран ыйтсан, эсĕ те хăвăн чăлаху (увечье) çине сулса: эпĕ пахчана кĕме пултараймастăп, те. || Удалить, отстранить. КС. Ун чирне сулса ярас (отстранить, удалить болезнь). || Качать, баюкать. Якейк. † Макăракан ачине солса яма килтĕмĕр, какалакан чăххине сĕлĕ сапма килтĕмĕр. || Раскладывать, накладывать. Истор. Олег вĕсене темĕн тĕрлĕ пысăк куланай сулса хăварнă. Орау. Халăх çине сулса янă (хăй çинчен халăх çине пăрса янă) парăмне. Сделал так, что его долг разложили на народ. N. Сутăн илекен япаласем çине, ют патшалăхран илекен таварсем çине сулса яракан укçасем (косвенные налоги). Трхбл. Кĕпер тума ята çирĕмшер пус сулса янă. На устройство моста на душу наложили по 20 коп. См. сулăм. || Наговаривать, заколдовывать. Альш. Вĕсем (чăн-чăвашсем) ку укçасене темĕн-темĕн кала-кала хăвараççĕ, тет. Ку хальхи чăвашсем пыраççĕ те, илсе килеççĕ вăл сулса хăварнă укçасене. Çавăнтан вара тытăнаççĕ ял çыннисем чирлеме. Могонин. Эх, киремет, эс ман хута кĕрсе çав çынна сăян ту, эпĕ сана хăçан та полин чӳк тăвăп! тесе, киремете сулса хăварнă вара. ЧС. Сирĕн кӳршĕрен, нумаях пулмаçт, пĕр виле тухнă, тухатмăш, çавăн пумилккине пуснă пăру юнĕпе сирĕн витене кĕрсе: выльăх-чĕрлĕх пĕттĕр, тесе, сулса сирпĕтнĕ. N. Эпĕ сан çине сулам. N. Ел-пуçпе сулап. Ст. Чек. Сулнă, навожденный. N. Кӳлле солсассăн, çын вилет, тет. || Науськивать, натравливать, колдовать. Янш.-Норв. Çавăнпа унтан (т. е. тӳркĕлли порăнакан кĕлет йышĕнчен) вĕсем тӳркĕллине сулса: тем кăтартĕ, тесе, питĕ хăраса тăраççĕ. ЧС. Эсĕ ăна валеçнĕ чухне çил-арман патĕнче Куслав Марккипе вăрçнă, вăл вара хăйĕн кĕллипе сулнă (свою киреметь натравил), тет. Изванк. Чи малтак Кукша Майра юмăç пăхма тытăнчĕ. Пăхрĕ-пăхрĕ те, ак çапла каларĕ: ах, сирĕн пурăнăç пит пăтранса кайнă; киреметсем те пĕри те çырлахман, тата пуринчен ытла сире сулнă. Эх! вăт çав сире курайман çын, епле вăл исыян киреметне йăвăрăн сулса тăрат: ав вăл епле сăмахсемпе сулса тăрат, малалла пурăнăç ан пултăр, вăсене хура çĕр витĕнтĕр, уйăх-хĕвел куртăр, хура çĕр витсе илтĕр, çĕр карăнтартăр, вăсем кай-ури ури пек каялла кайччăр, çурчĕ-йĕрĕ вĕтрен тăрри пек кĕл пулса вĕçсе кайтăр, сыпăкран сыпăк пĕтсе пыччăр. Выльăхне-чĕрлĕхне çĕлен-калта ертĕр; хĕрт-сорчĕ сивĕнсе вăсем патĕнчен тартăр. Вăсем çĕртен çӳле ан хăпарччăр, яла тухсан, вăсенчен ял култăр. Турă такăнтарса пытăр анчах вăсене, тесе, çĕрĕпе пĕр çаран çинче икĕ аллипе курăксене турта-турта татса: хăçан та хăçан вăсем çак эпĕ татса тăкнă курăксене сыпса çитерччĕр те, тин этем ывăлĕ-хĕрне ерччĕр, тет, терĕ. („Çĕр таврăш“). Шорк. Сулас — киремете сулас, удовлетворить киреметь. Альш. „Киремете сул“ не значит ли: направить, напустить, „накачать“ на кого киреметь. || Проклинать, желать худа. Ст. Чек. † Асăнаççĕ ырă ăшă кăмăлпа, сулаççĕ усал кăмăлпа. Ib. Ывăлусем çине ан сул (не проклинай). N. Эпĕ малашне ĕнтĕ çынна хирĕç усал сулмăп.

сулуç

солуçă (-з'ы̆), сулăçă (-ы̆з'ы̆), науськивающий, натравляющий; посылающий. заклинатель. КАХ. Çын сумах-юмахĕ хыççĕн ан кай, сулуç аку хыççĕн ан кай (т. е. не верь словам наущающих; из моленья „Валĕм-хуçа“ в тайăн сăра). Чертаг. Сôлуç — сôлать, бросает около киремети вещи. Изванк. Пур усал сулуçă çак килтен тухса кайтăр. (Моленье из çĕр тавраш). Шибач. Солуçă — коримасть, солать. Хорачка. Солуçă = тохатмăш.

сулăн

размахиваться. Бес. чув. 2. Вăл ĕричак сулăнмассерен (при каждом взмахе) çавăрăна-çавăрăна пăхать те, чĕтĕрекелесе тăрать. || Клониться. Бел. Çавăн чухне ирхи апат вăхăтĕнче тухса кайнă çын пилĕк çухрăма хĕвел кăнтăрларан каçаллана сулăнсассăн тин хăнана çитмелле пулчĕ. Изамб. Т. Эпир ĕнер, кăнтăрла сулăнсан, пулла (на рыбалку) кайрăмăр. N. Кăвакăн-кăвакăн пĕлт хăпарать, кай енелле сулăнать. О земл. Йывă шăтсан, калчасем пĕр-пĕрне тăвăрлаççĕ, çĕрелле сулăнаççĕ. Якейк. Каçалла солăннă (= летом часов в 5—6, а зимою в 2—3). N. Тĕттĕм сулăннă, сумерки. || Раскатываться на раскате. Султангул. † Сĕнĕ çуна кӳлтĕм те çула тухрăм, çунамçăм сулăнчĕ те, ай, юр тулчĕ. Чураль-к. † Кӳлтĕм-тухрăм сар лаша, сикрĕ-ларчĕ сарă хĕр; сулăнкара та сулăнать, лакăмра та ларса юлать. N. † Çони солăнать солнăк енелле (по уклону раската), эпир хамăр çавнашкал, ĕçкĕ енелле солнатпăр. N. † Çырма хĕррипеле пынă чух çунам сулăнасран чунăм çук. || Слоняться. Ст. Яха-к. Шăпăрçăпа парапан çапаканнисем çук пулсан, сĕрен халăхĕ вара ахалех сулăнса çӳрет. Сĕт-к. Апат шыраса солăнса çӳреççĕ. || Направиться. Юрк. Хăйĕнĕ пур чухне кирек кам та юта сулăнас çук. Кан. Улатăр вăрманĕсенчи кашкăрсем кунталла сулăннă. Баран. 4З. Ăлавсем иртсе кяйсан, кайăк (заяц), çул урлă каçса, майĕпе анкартинелле сулăннă. N. Вут хĕлхемĕ тухса çӳлелле сулăннă пек. Изванк. Çак ача, вăл кăçал салтака сулăнтăр (чтобы ушел) тесе, тем чул ылханакансем (зложелатели) пулĕ. („Тĕп саканче пăт чӳклени“). М. Сунч. Вара, выляса чăрансан, пурте килелле сулăнаççĕ. N. † Икĕ старик орам тăрăх отаççĕ: ста ĕçкĕ, онталла солнаççĕ. Шурăм-п. Çамрăккисем килелле сулăна пуçларĕç. Вĕсем хыççăн ваттисем те кайрĕç. Альш. Кайрăм урам тăршшĕпе, сулăнтăм тăван еннелле. Сунт. Тĕрĕс, Петĕр, эс калани. Эс Хветюк патĕнче çыратăн-и? — терĕ Шикайĕвă. Петĕр Хветюксен пӳрчĕ енелле сулăннине курса. N. Упăшки калĕ: ман санпа мĕн туса ларас? эсĕ çырăва пĕлместĕн, тийĕ. Вăл (он) вара килтен тухса сулăнĕ. || Иметь желание, иметь надежду. Б. Аккоз. Сана корасса солăнманччĕ. Не надеялся увидеться о тобой. (У других скажут: сана курасса та сунманччĕ). Кн. для чт. 107. Çурисем амăшне кĕтеççĕ, кĕтсе илессĕн сулăнмаççĕ. || Шататься, качаться. N. Хурăн сулăнса кайнă (пошатнулась). Сĕт-к. Çав пачкалăка пĕкĕ пемелле: тем çĕрех солăнса карĕ. Орау. Сулăнса карĕ те, ӳкрĕ-вилчĕ. Ib. Сулăнса кайса ӳкрĕ те, çавăнтах пĕтрĕ. Зашатался и упал мертвым. Изамб. Т. Сĕве кĕпери урлă каçнă чухне кĕперĕ сулăна-сулăна каят (качается). Альш. † Пусмаран антăм — сулăнтăм, тăванăмсенчен уйăрăлтăм. (Хĕр йĕрри). Пазух. Алăкран тухăп — сулăнăп, атте-аннерен уйăрăлăп. || В перен. зн. — лишиться. N. Вăйран - халтан сулăннă. Юрк. Лаши мĕскĕн, вăйран сулăннăскер, нимĕн тума пĕлмесĕр, турта хушшинче çав пăркаланса пырат. Ау 110. Ку чысти вăйран сулăннă, тет, хăй чĕлхине кăларнă, тет, хӳрине аялалла тăснă, тет. Толст. Пĕр çухрăм пек кайсан, вăл пĕтĕмпе вăйран сулăннă, урисем тем пек сурнă. N. Енчен эсĕ сулăнса кайсассăн (если ты сбился с пути), ун çине шанчăк çук вара. Алекс. Нев. Ашшĕ-амăшĕсем, ачисем çине пăхса, вĕсемпе малашне мĕн пуласси çинчен шухăшласа, пĕтĕмпех йĕрсе сулăннă: чăнахах курайман тăшман пиртен туртса илĕ-ши вара вĕсене? тенĕ.

сулкалан

(-галан), покачиваться, пошатываться. Скотолеч. Ib. Унтан лаша сулкаланса ӳкет те, пăртак тапкаланса выртсан, вилет. Кан. Çак кĕперсем урлă лашасем каçмалла мар сулкаланса ларатьчĕç. Орау. Вăл сулкаланса тăчĕ-тăчĕ те, çĕре персе анчĕ. Он зашатался и упал. Кан. Вĕсем час-часях хăйсем Уçăп патĕнчен сулкаланса тухаççĕ.

сулхăн

(сулhы̆н), тень, прохлада, холодок; прохладный, тенистый. См. сулхăм. Янш.-Норв. † Кăçал урпа пит пулчĕ, сулхăнпала (холодок) выртăмăр. N. Уйăх сулхăнĕпе (тенью) çĕр тĕттĕмленет. К.-Кушки. Эс пĕтĕмпех сулхăнра (в тени), пуçă кăна сулхăнра мар. Ты весь в тени, только голова не в тени. О сохр. здор. Тата вĕсем (деревья) вут-кăвартан та пăртак чараççĕ, шăрăхра та сулхăн (прохладу) туса тăраççĕ. Ст. Шаймурз. † Атăлсем тулли, шывĕ сулхăн. Микушк. Каç сулхăнĕ — вечерняя прохлада, ир сулхăнĕ — утренняя прохлада. Ала 69°. † Хура вăрман касрăм — çул хыврăм, ут пуçĕсе (= пуçĕсене) сулхăн ӳки (= ӳкĕ-и), тесе. Ib. † Хăмăш та касрăм — хуш (= хушă) турăм, пуçа та сулхăн тăвасшăн. Пазух. И те, шанкăр уяр, ай, çил сулхăн, янтăрать-çке Хусан чул лапки. Юрк. † Шыв хĕрринче палан пиçет-çке, сулхăн çутти шыва ӳкет-çке. Ib. † Аслă улăхăн ути çук, ути пулмасан та çырли пур, çырли пулсан та тути çук, те шыв сулхăнĕпе пиçнĕрен. Сред. Юм. Сулхăн — 1) тень, падающая от предмета; 2) зонт. ЧП. Утă капан мĕлки сулхăнĕпеле. Бугульм. † Хăпартăм çӳлĕ ту çине, лартăм йывăç сулхăнне. Т. VI, 37. Каçхи сулхăнтан та, ирхи сулхăнтан та эсĕ упраса, эсĕ сир. („Чуклеме кĕлли“). ЧП. Ешĕл хурăн айĕнче утă çултăм: ута сулхăн ӳки (= ӳкĕ-и), тесе. ГТТ. Çĕр уйăх сулхăнне çаклансан, çĕр çинче хĕвел тĕттĕмленни пулать. N. † Пирĕн урам урлăшне юхат шывăн сулхăнĕ. N. † Пĕчĕкçĕ пĕр (пуçăм) çырма, сулхăн шыв, сулхăнĕнчен турă сыхлатăр, Кан. Чăтма çук хĕвел хĕртет, лашасем те сулхăналла кĕресшĕн. || Мрачный, невеселый. ЧП. Пирĕн çак тăвансем мĕшĕн сулхăн? || Зонт. СТИК. Янтик. Сулхăна пĕр, сложи зонт. Нюш-к. Сулхăн тăратса пырать. Идет, раскрыв зонт.

сунас

насморк. Изамб. Т. Манăн сунас пулчĕ. N. Сунас пулчĕ те, сăмса çыврать (во время насморка нос не чувствует). Н. Седяк. Сунас пулсан, мунчара милĕк шăршлаççĕ, кушак хӳри шăршлаççĕ. Çак чир кушакран ерет, теççĕ. Пшкрт. Сонас ӳкрĕ (насморк). Н. Карм. Сунас ернĕ, пристал насморк. ЧС. Сунас пулсан, лашанăн сăмси ăшĕ сивĕ пулаканччĕ. || Чиханье (а насморк = сăмсă питĕрĕнни). Орау. Ача сунаспа аптăрарĕ (замаялся чиханьем). СППВ. МС. Сунас — сăмсапа ĕсĕрни. Якейк. Ман паян конĕпех сонас килет (целый день чихаю от насморка). В. Олг. Сонас килчĕ (щекочет в носу). Сред. Юм. Сăмсапа ӳсĕрнине: сôнас пôлчĕ, теççĕ.

суп

выбиться из сил; измучиться, замаяться, уставать, утомляться. А. Турх. N. Супнă, выбился из сил (т. е. выжил из ума). Хурамал. Пĕрре пирĕн лашасем тухса кайнă та, эпĕ вĕсене шыра-шыра шалт супрăм (ывăнтăм). Ib. Лашана шыра-шыра шалт супрăм (ывăнса пĕтрĕм). Юрк. Ку çырăва кĕте-кĕте пĕтĕмпе супрăм. Ib. Çапла темĕн-тепĕр шухăшласа чысти супаттăм. Ib. Эпир ăна ташлаттараймарăмăр, курăсăн, вăл хăй пире супиччен ташлаттарччĕ. Ib. Ашшĕ-амăшĕ юратнă ачи-пăчисемшĕн йĕрсе супнă пулĕ. Баран. 29. Пĕчĕкçĕскер, кунĕпе урам тăрăх выçса супса çӳрет. СПВВ. ФИ. Супрăм, теççĕ, ĕçлесе туса саççим алăран ӳксен. СПВВ. ЕХ. Супрăм — ĕçлесе ывăнтăм. СПВВ. ИФ. Супса ларас — çывармасăр тек сулланса ларас. Тата пит ĕçлесе ывăнсан калаççĕ: ах, çав тĕрлĕ супрăм çав, урана хускатма та вăй çук, теççĕ. Альш. Ывăниччен (= супиччен) выляççĕ. N. Пирĕн çăлăнса пулас çук, эпир ĕçпех супатпăр. N. Шалт вăйран супрăмăр ĕнтĕ. N. Арăмĕ йăпатса ыйтат, тет: Иван тăр-ха, тăр-ха, кала мана, эсĕ ăçта кайса ку тĕрлĕ супса килен? Сред. Юм. Паян кôнĕпе те ларса каниман, пĕрмай ôтса çӳресе чысти сопрăм. Орау. Персе супнă, теççĕ хытă ӳсĕрĕлнĕ çынна. Ib. Айăхпах суппăрĕ. Замаялся спать. Кан. Ĕçкĕпе супса çӳренĕшĕн ятлама тытăннă. Истор. Нумайĕшĕ вăйран супса вилнĕ. Ск. и пред. чув. 20. Ватăлнипе, супнипе хăвăра хăвăр пĕтертĕр. N. Пĕр ăрăвĕ ытла ăсран кайса супа пуçланă. СПВВ. МА. Супнă — йӳтенĕ, сӳтĕлнĕ. Ib. Ай йӳтенĕ старик! || Итти, шагать до переутомления, ходить устало, плестись. Пазух. Супрăм-супрăм сукмакпа, йĕтĕн ани тĕл пултăм та, йĕрсе ларса ирттертĕм. || Свернуть, сторониться. N. Ку ачи шутсăртарах. Вăл супса иртсе кайман. Хорачка. Иккĕн херĕç полса, пĕри сопса. Шибач. Çак солпала кайсассăн, первойхи çолпалах сылтăмалла соп. Ib. Çынсам хирĕç полсан, эс малтантарах сопса тăр.

сôпяхлан

ходить без дела, попусту? Сред. Юм. Мĕн сопяхланса çӳрен çак, кирлĕ мар япалана пуçтарса.

сур

плевать. Б. 13. Халăх сурать — кӳлĕ тăвать, пĕччен сурать — типсех пырать. Орау. Сур ăна питĕнчен. Плюнь ему в рожу. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ сана çапла каларăм пулсан, мана эсĕ куçран сур. Юрк. Ни çăтса яраймаст, ни çăварĕнчен сурса кăлараймаст (не может выплюнуть). N. Ĕçлекенĕн алли çине турă сурман, теççĕ. (Стар. послов.). К.-Кушки. Суртăм, суртăм, ниепле те сурса тасатса кăлараймарăм. Плевал, плевал, и никак не мог проплеваться. N. Ултă кун юнлă сурса выртрăм. N. Кам çак сăмаха сире калать, куçне сурăр. N. Хĕвелçавăнăш çиять те, хуппине сурса пăрахать (выплевывает). Кан. Иртсе çӳрекенсем кăна курсан, пуçĕсене суллаççĕ те, лач! сурса пăрахса, лашисене пушăпа çапса, часрах чуптарса иртсе каяççĕ ку вырăнтан. Ядр. Сор та вĕр, наплюй. || Впитывать, пропитывать, проходить насквозь (о воде). Ст. Чек. Выртан каска шыв сурат (впитывает воду). Кр.-Чет. Ват каскана шыв сорать. (Поговорка. Так говорит старик во время выпивки среди молодежи, когда на его долю достается больше). Кудаши. Йӳçе шу сорнă (= шыв витнĕ). Ib. Çĕре шу сорнă, вода прошла насквозь, т. е. до сырого слоя. Ib. Тонтире витĕрех шу сорнă (= витĕрех кайнă). Ib. Çĕре шу ик-виç вершок сорнă. Трхбл. Йывăççа шыв сурнă. Ib. Шыв сурнă йывăç йывăр пулат, час типмес. Ядр. Шыв çĕре сорать (= витĕр каять, идет сквозь). || Выходить в виде пены из дерева (о воде, о соке). Янтик. Йывăç шыв сурать. (Говорят, когда во время колки сырых дров от удара топором выходит вода). Б. Аккоз. Хурăн шыв сурать. (Говорят, когда на месте надреза коры березы выходит сок и образуется на этом месте нечто похожее на пену). || Стрелять. Сред. Юм. Пăшал персен: пĕри сôрчĕ ĕнтĕ, тем вĕлерчĕ, теççĕ. || Ворожить, наговорить. ЧС. Алине пĕр курка шыв илсе сура пуçларĕ: хут çине пăхнă пек каласа сурса кайрĕ (старуха). Якейк. Атя-ха, инки Мария, куç чĕлхи сорма, тем полч, кĕçĕр иккĕн те çуримарăмăр. N. Алла кастартăм, тимĕр чĕлхи сур-ха часрах. N. Вăл часрах çавине пăрахать те, ватăрах çынне чĕнет аллине сурса яма. Чăвашсем 38. Е пĕсмĕлле, пĕр турă, ампрах (= ан пăрах). Амин. Пичĕкери сăрампа, хăнам-вĕрлемпе, çунатлă кайăкăмпа, хуранлă путтăмпа (= пăттăмпа) асăнатăп, суратăп. Амин. Т. VI, 29. Пĕчĕкери сăрапа, хăнам-вĕрлемпе, çунатлă кайăкăмпа, хуранлă пăттăмпа асăнатăп, суратăп. Амин. ЧС. Тата хăшĕ, аммăшĕ çимĕкре ваттисене хывнă каç: вăл ваттисене хывасси пирĕн килте малашне ан пултăр, вĕсем пичĕ çине сурам, тесе, çĕре лач! тутарса сурчĕ, тет. Ходар. Ăна (старухе, лечившей от куç ӳкни) анне пĕр пĕремĕк пачĕ те, вăл çав пĕремĕк çине ак çапла каласа сурма тапратрĕ (т. е. ворожить). Арçури. Вĕрет, çурать, пӳсмăрлать. В. Олг. Осал чĕлки сорни.

суран

соран, рана, боль, болезнь, короста. Полтава. Урине суран тунă. Ранили в ногу. Скотолеч. 21. Лаша çыртса е шĕвĕр япала тăрăнса пулнă суран. N. Пăтапа пулнă суран. N. Çак вăхăтра карăнтăк патне суран пулнă салтак (раненый солдат) пырса тăнă, тет. N. Асаплантарассипе суран кăтартасси унăн чĕлхи айĕнчех. || Вред, изъян, убыток. Б. Олг. Чуашшане (солдаты) пит соран туса: ĕнесем пусса, сорăхсам пусса, ампарсане кĕрсе япаласам исе тохса. (Из старинного рассказа). N. Мана суран тума хатĕрленетчĕç. См. сорам.

сурăх-ури

сорăх-ори, сурхури, сорхори (-h-), букв. — „овечья нога“. Зимний праздник молодежи, сопровождавшийся в недавнем прошлом гаданием, когда впотьмах в хлеве ловили руками за ногу овец. Прежде (по крайней мере в северной части Чувашии) он совершался в З-ю пятницу после Николина дня (6 дек. по ст. ст.), а позднее в одних местах сурхури стали называть ночь под рождество, в других — ночь под новый год, в третьих — ночь под крещенье. Помнили и старое время празднования сур-хури, т. е. З-ю пятницу после Николы. В общем, праздник этот по времени совпадал с русским рождеством и святками с их гаданиями и уже представлял смешение чувашского и русского праздников. На этом основании русский христианский праздник рождество (в чувашской переделке „раштав“) в некоторых местах чуваши назвали словом сурхури или сорхори (сорхори конĕ — 25 декабря по ст. ст.). Последнее название известно в северной части Чувашии, а слово раштав в этом значении там не употребительно. В южных частях, напротив, рождество почти исключительно обозначается словом раштав, а сурхури означает лишь гаданье под новый год (сурхури тытни). Изамб. Т. Хăшĕ-хăшĕ сурăх ури тытаççĕ. Картара, тĕттĕм çĕрте, шур сурăх тытсан, ул арăмĕ сарă пуласса пĕлтерет. Хĕрача тытать пулсан, упăшки сарă пулассине пĕлтерет. Камăн сурăхĕ хура, улă арăмĕ хура пулассине пĕлтерет. Суккăр, уксах сурăх лексен, арăме çуккăр, уксак пулассине пĕлтерет. Бисяр. Çĕнĕ-çул каç тĕттĕм çĕрте сурăх ури тытаççĕ: кама шурă сурăх лекнĕ, унăн арăмĕ шурă пулать, теççĕ, кама хура сурăх лекнĕ, унăн арăмĕ хура пулать, теççĕ. Шарбаш. Сурăх-урисем те, çăварнисем те лайăх иртертĕмĕр, N. Сорăх-орисĕр, раньше святок. Ала 30. Ачасен юри. Çиттĕр, çиттĕр сурăх-ори, сурăх-ори, сурăх-ори терĕмĕр, сорăх-ори çиттĕр, ай, курăнать, атьăр тухăр, ачасем, урам тăрăх кайăпăр, килĕрен киле çӳрĕпĕр, килĕрен кукăль чӳклĕпĕр; мучи пире кӳртетни. Кӳртмесессĕн, каятпăр; кӳртет, кӳртет, ан кайăр; кинемей, пире кукăль пар, паратни та памасни, кукăль парсан, каймаспăр; парать, парать, ан кайăр. Ib. 100. Сорăх-ори йорри. Сорăх-ори Кĕркори, Ваççа хĕрĕ Варвари, Тӳми çохи латтым çок, кĕтĕмĕр те тохрăмăр. Пĕри така, тепĕри пытяк, мекекек, мекекек! Шурăм-п. Сурăх-ури чухнехи вăйăсем. 1. Пуслăх тăратса йăвантараççĕ: арçын пулсан, пуслах йăваннă енчен хĕр илет; хĕр пулсан, çав енне качча каять. 2. Пуçа путалка тăхăнса уçă хапхаран тухаççĕ: ниçта лекмесĕр тухса кайсан, хусах — çак çулта авланать, хĕр — качча каят, тухаймасан — çук. З. Пӳрт умне кайса итлеççĕ. Укçа шутланнине, укçа сасси илтес пулсан, (пуян çĕртен илсе) пуян çĕре кайса, пуян пурăнмалла. 4. Ампар умне кайса итлеççĕ: тырă юхнине илтсен, пуян çĕре каятăн, кушак-кайăк кăштăртатнине илтсен, чухăн çĕре каятăн. 5. Йĕтем çине выртса итлеççĕ: пуртă сасси илтсен, тепĕр çĕн-çулччен вилетĕн. 6. Çăл кайса питреççĕ. Упăшка пулас ача çĕрле тĕлĕкре çăл уççи илме пырать. 7. Таса юр çине кайса выртса, хăйсен кӳлепине хăвараççĕ. Ирччен çавăнта тыр пĕрчи пырса выртас пулсассăн, аван çĕре кайса, пуян пурăнатăн, йытă пăх мĕн тупсан — вилетĕн. 8. Чăх тытаççĕ. Малтан урайне çатмапа шыв, çăкăр, тенкĕ, кăмрăк, кĕл хываççĕ. Вара, чăххисене ярсан, вĕсем мĕн сăхнине пăхаççĕ. Çăкăрпа тенкĕ (украшение из серебояных монет) сахсассăн, пуян çĕре каятăн, кĕлпе камрăк сăхсассан, чухăн çĕре каятăн. Шыв ĕçсессĕн, эрех ĕçекен çынна каятăн; чăхху, урай çине ярсан пăтратса вĕçсе çӳрес пулсассăн, упăшку вĕçкĕн (çăмăл çын) пулать, лăппăн çӳресен, йăваш, лайăх çын пулать. 9. Аслăк çинчен улăм тухса çыртаççĕ. Камăн тырă пĕрчиллĕ лекнĕ, çавă пуян çĕре каять, пушши лекнĕ пулсассăн, чухăн çĕре каятăн. 10. Чашăк çинчи шыв çине çурта ирĕлтерсе яраççĕ. Çурта тăмламĕ шыв çинче путса чашăк тĕпне тивес пулсассăн, качча каятăн; путмасассăн — каймастăн. Çурта тăмламĕ сивĕнсен, çӳле хăпарать. Вара, çак тирĕк тĕлĕнче тăрсассăн, пуян çĕре каятăн, кăмрăкпа кĕл тĕлĕнче тăрсассăн, чухăн çĕре каятăн. 11. Кĕнчелеççи çинчен сус туртса илсе, хуллен йăвалаççĕ те, çунтараççĕ. Кĕлĕ çӳлелле хăпарас пулсассăн, авланатăн, çӳле улăхмасан — авлаймастăн. Кĕл сарă пулсассăн, матку сарă пулать, кĕл хура пулсассăн, матку хура пулать. 12. Шăтăрнак шутлаççĕ. Пĕр хушăра мăшăр тухсассăн, ху та мăшăрланатăн, мăшăр тухмасан — авланаймастăн. 13. Улăм пĕрчисене çатма айне хурса нăриклеттереççĕ. Çав упăшка пулас ачан ятне каласа парать. Улăм пĕрчи миI ми! киI киI тет. Хĕрĕ: манăн упăшка пуласси Микит, тет. N. Хĕрсем сурхурине хăмла парсан: пирĕн те каяс, эпир те сурхурине хăмла панă, теççĕ. N. Эпĕ санăн çыруна илтĕм сорхори тепĕр конне, декабĕрĕн 26-мĕшĕнче. Чертаг. Сôрхори, сôрхори, пĕр вĕç вакра, пĕр вĕç картара. Тораево. Ме, ме, сурхури, çулталăкра пре (= пĕрре) килет, юрлăр, юрлăр, ачасем. Куклĕ парас сасси пур: парать-и, памасть-и? Парать, парать, ан кайăр. (Из „сурхури юрри“). Якейк. Сорхори чопнă чох ачасам кашнă çын панчех коккăль татăксем кăсия чикеççĕ. Каран çав коккăльсене сорăхсене параççĕ. Çапла тусан сорăхсам лайăх порнаççĕ, хонаççĕ, теççĕ. Бгтр. Сурхури ачисем — ребята, бегающие в этот праздник по домам. Пир. Ял. Улахра сурхури кукăли çинĕ чух чухăн ачисемпе пуян ачисем хушшинче тавлашу тухса каять. Абаш. Сорхори чох килтĕм. N. Сорхори кон килтĕм. Пришел (приехал) в день рождества. N. Сорхори витри — симĕс витри, симĕс витри коптăрт! тет, айта, тантăш, киле кас (= каяс). N. Тепĕр эрнерен сорхори салачĕ поçтаратпăр. Бгтр. Сурăх ури. Ӳте кĕнĕ кун (первый день мясоеда, т. е. день рождества) каçпа ачасем урама пуçтарăнса тăраççĕ. Вара такмакпа хутаç тупса тухаççĕ те, урамăн чăн хĕрĕнчи пӳртрен пуçласа, килрен киле кĕрсе çӳреççĕ. Çӳренĕ чух ĕлĕкрех: „сурăх ури, сурăхсам питек туччăр-и, арăмсам ача туччăр-и, хĕрсем хĕсĕр пулччăр-и!“ тесе кăшкăратьчĕç. Халĕ пирĕн апла кăшкăрма пăрахнă. Пӳрт-умне хăпарсан, унта сикеççĕ, тĕпĕртетеççĕ. Вара пӳрте кĕреççĕ те, тропарие кондак юрлаççĕ, ĕлĕкрех апла юрламасчĕç. [Здесь приведено описание сурхури до Октябрьской революции, в переходный период от язычества к христианству, когда старый народный обычай уже стал вытесняться и заменяться обычаем „славления христа“. Ред.]. Юрласа пĕтерсессĕн: „пăрçа çакăн çӳлĕш пултăр“, тесе, пăрçасене чăштăр-чаштăр çӳлелле сапаççĕ. Пӳртре кĕçĕн-çын пулсан, е хăна-хĕр пулсан, ăна та пăрçапа сапаççĕ. Вара: кĕрпе пур-и? çу пур-и? тăвар пур-и? тесе ыйтаççĕ. Вара вăсене пăрçа, кĕрпе, тăвар, тата хăшĕ çу параççĕ. Тухса кайнă чух сурăх-ури ачисем: „сак тулли ачи-пăчи, урай тулли питекки, пĕр вĕçĕ шывра, тепĕр вĕçĕ картара“, теççĕ. Пур çын патне те кĕрсе пĕтерсен, пĕр яракан çын патне килеççĕ те, пăрçапа пăтă пĕçерме тапратаççĕ. Кашни кĕтшер (понемногу) вутă йăтса килеççĕ, тата хăйне валли кашăк илсе килеççĕ. Апат пиçиччен ачасем темĕн тĕрлĕ те выльляççĕ, юрлаççĕ. Пиçсессĕн, çуллă туса çиеççĕ, вара киле тавăрăнаççĕ. Ĕлĕкрех, апат çисен, кĕлетке тума каятьчĕç: юр таса çĕре каятьчĕç те, унта месерле выртса, кĕлетке туса хăваратьчĕç. Тепĕр кунне ирех кайса пăхатьчĕç. Камăн кĕлеткине йытă е кĕрĕк мĕн (= кирек мĕн) таптана, вараланă пулсан, çавă вилет, тетчĕç. Халĕ пирĕн апла тума пăрахнă. Хурамал. Сурăх-урине çĕнĕ çулпа крещение хушшинче тăваççĕ. Хĕрсем нумайăн пухăнса салат пухса сăра тăваççĕ. Сăрана хатĕрлесен тепĕр кун ирхине икерчĕ хураççĕ те, каç икерчине пĕçереççĕ. Унта пасар çăнăхĕнчен (из крупчатки) вĕтĕ йăвасем пĕçереççĕ, вăл йăвасене чепчек теççĕ (тутарла). Каç пулсан ват çынсем пухăнаççĕ. Вăлсем укçа параççĕ те, вăсене хĕрсем сăра ĕçтереççĕ. Ваттисем кайсан, çамрăксем ĕçме тытăнаççĕ, купăс-кĕсле каласа ташлаççĕ, сăра ĕçеççĕ, çупа икерчĕ çиеççĕ, чепчек валеçсе параççĕ. Унтан хĕрсем каяççĕ сурăх-ури тытма. Сурăхсем хупнă витене кĕреççĕ те, камăн аллине мĕлле сурăх лекет, пĕрер сурăх тытса, мăйне паллă япала çыхса яраççĕ. Тепĕр кун кайса паллаççĕ: ватă сурăх лекни, ватă качча каять, теççĕ, çамрăк сурăх лекни çамрăк çынна каять, теççĕ. Унтан анкартине каяççĕ, капантан тырра шăлпа çыртса туртса илеççĕ те, пучахне йăваласа, тĕшшине суса пăхаççĕ: тĕшши ытă (нечет, непарно) тухсассăн, тепĕр çулччен качча каймасть, тĕшши тĕкел (чёт, парно) тухсан, качча каять, теççĕ. Унтан каяççĕ пуян çын çурчĕ патне, кĕлечĕ хыçне тăрса итлеççĕ: пуян пурăнас пулсан, укçа сасси илтĕнет, теççĕ; çавна: тăн итлерĕмĕр, теççĕ. См. Магн. М. 97.

сорм-сăри

сорăм-сăри, назв. пива, которое варилось для моления „сурăм“, и самого моления. Кумачал. Чăвашсем, çак мăн киремете чӳк тăвакансем, çакăн пек чӳксем тунă: мăн чӳк, киремет, сорм-сăри туса ĕçнĕ, тата юсманпа чукленĕ. Ib. Пуçтарăнса çитсен, малтанхи кун сорм-сăри тăваççĕ, çав сăрана тума пурте салат, хумла исе пыраççĕ.

суту-илӳ

(-ду), торговля. N. Çак çулпах пĕр суту-илӳ тăвакан çын урапапа иртсе пырать, тет.

сухăр вĕлтĕрен

сухăр вĕлтрен, сухăр вĕтрен, сухăр витрен, назв. раст., urtica L., urens L. Мелкая жгучая крапива. Рак. Хурт — çăвăрне вĕллене янă чухне малтан вĕллене çак вĕлтĕренпе сĕркелеççĕ. Вара хурт ратрах кĕрет. Сĕт-к. † Покан посап тийиса сохăр вĕтрен ан полтăр. СПВВ. КМ. Сухăр вĕлтĕрен = вĕтĕ вĕлтĕрен. Рак., Кайсар. № 95. Сухăр вĕлтĕрен. КС. Сухăр вĕлтĕрен, мелкая сильно жгучая крапива. См. суккăр вĕлтĕрен. Ядр. Ма макăран Татян, качча каяп теетни? Упа тутар — упăшку, пул тутарри — хуняçу, кӳпĕн-карчăк — хуняму, сухăр вĕлтрен — хĕр-пултăр (золовка). П. И. Орл., Д. С. Серг. Сухăр вĕлтĕрене чĕре ыратса аптăракансем вĕретсе ĕçеççĕ. Ст. Ганьк. † Сеперен ялĕ сухăр вĕлтĕрен, епле персе кĕрем-ши? Мыслец. Сухăр витрен, мелкая крапива. Торх. Сохăр вĕлтрен, низкая крапива.

сӳпĕлтет

(сӳбэ̆лдэт), болтать, плести вздор. См. сутăльтет. Чем люди живы. Çитĕ ĕнтĕ сӳпĕлтетме. Янтик. Мĕн сӳпĕлтетен çак эс? Хăв пĕлместĕн, çапах сӳпелтетен? (Более относится к детям, когда они начнут лепетать что-нибудь ложное). N. Мĕн сӳпĕлтетсе тăратăн? Что ты мелешь вздор.

сӳсмен

хомут. СПВВ. МА. Сӳсмен = хăмăт. Латыш. Сӳсмен витĕр виç хут кăларать, сӳсмен нишĕ тухтăр тесе. Тогаево. Пирĕн сӳсмен сӳсменле. СПВВ. ФИ. Сӳсмен, лаша кӳлнĕ чухне лаша мăйне тăхăнтараççĕ. СПВВ. ИА. † Сар-сар лаша, сар лаша, пуçне-мăйне йăс сӳсмен юраттарса пулмарĕ. Изамб. Т. Унтан сӳсмен тăхантараççĕ. Сред. Юм. Сӳсмен витĕр пăхни. Пĕр шуйттан чĕлхи пĕлекен çыннăн ачи: атте, мана вилеччин шуйттан чĕлхине вĕрентсе хăвар-ха, тесе ыйтать, тет; ашшĕ: эп вилсен, сӳсмен витĕр ман çинелле пăхайăр, вара вĕренен, тер(ĕ) тет. Ашшĕ вилсен, ачи сӳсмен витĕр пăхать, тет те, ашшĕ тирне шуйттансĕм сӳрĕç, тет те, пĕр шуйттанĕ çав тире тăхăнса топăта (= тупăка) выртрĕ, тет. Ашшĕ шăммисĕне таçта пуçтарса карĕç, тет. Çак ачи сăмала вĕретет, тет, хоранпа та, хоранĕпех тытса топăт ăшне йохтарса толтарать, тет. Ашшĕ тирне тăхăнса выртнă шуйттан сиксе тăрать, тет те, чупкаласа çӳреме пуçларĕ, тет (сăмала яраччин пор шăтăка та хĕреç хорса тохнă, тет); пӳрт кĕтессинче пĕр пĕчик шăтăк пор, тет те, хай шуйттан çав пӳрт кĕтессине ялт çĕклерĕ, тет те, тохрĕ-карĕ, тет. Çав çынтан вара шуйттан чĕлхине вĕренекен полман, тет.

сӳт

распутать, распустить. Якейк Хĕрсем çит тонисене сӳтнĕ (распустили, расплели косы). Кан. Тепĕр икĕ эрнерен клиникрен: çĕнĕ çиппине сӳтме вăхăт çитнĕ, терĕç. Сред. Юм. Тăла пôснă чôне пăртак посаççĕ те, чарăнса тепĕр хут майласа хôраççĕ, çапла хôнине сӳтсе хывни теççĕ. || Разобрать. О сохр. здор. Лекĕр вăл çынна пӳрт урайне сӳтсе, çиелти таса мар тăприне урăх çĕре турттарса тăкма хушнă. Ала 74°. Вăкăрне пусрĕç, алăкран кӳртеймерĕç, мачча сӳтсе кӳртрĕç. Шинар-п. Пирĕн пата ан килчĕр, тесе, картисене сӳтсе тăкрăç. Сĕт.-к. Пĕр йӳн карта сӳтмелле. Сред. Юм. Капана сӳтсе турăмăр. N. Çак çын карташне сӳте пуçланă, сӳтнĕ вуттине хута пуçланă. Синьял. Сапур сӳтсе кĕр. || Бить. Городище. Сӳтсе купаланă. Избил. Ст. Чек. Сӳтнĕ = хĕненĕ. Ib. Ăна кунтан сӳтсе янă (ушел прибитым). || Болтать. Ерк. Таçти çĕре те пырса перĕнеççĕ, темĕн те сӳтсе пуплеççĕ... || Отменять. Юрк. † Турри çырат пуçсене ырлăха, патши çырат чунсене хурлăха, хурлăха çырайнă чунсене çӳтсе çыраяс çук ырлăха. Ау 337. Инке-арăм хĕр пулмĕ; хĕртен арăм пулсассăн, сӳтсе пăрахма йăла пулман. || Расстраивать, мотать. Кан. Кулаксем çĕр йĕркелес ĕçе сӳтсе ярсан... N. У ĕнтĕ пурăнаçа сӳтет.

сăй

(сы̆j), угощение. Ск. и пред. чув. 84. Ан ӳпкелĕр, хăтасем, сăйăм питех нумай мар. Сала 165. † Манăн пичче мĕн тăвать? Креке лартать, сăй парать. Хурамал. † Пирĕн пиче-инке, ай, мĕн тăвать? Кĕреке лартать, сăй парать. Ib. † Çак тăвансем патне эп килсессĕн, пуç çĕклейми сайсем эп куртăм. Перев. Çапла мĕн пур пăттине çисе янă та, калать: ан ӳпкеле ĕнтĕ, кума, урăх сăй-мĕн пулмарĕ, тет. Калашн. 8. Ман тĕттĕм шухăшăм сăйпа чарăнмĕ. См. си, сий.

сăянташ курăкĕ

назв. раст. Рак., Кайсар. № 5. Сăянташ курăкĕ, употребляется при лечении болезни сăянташ (падучая болезнь, тытса пăрахакан чир). Çак курăкпа вĕреççĕ, шыва та кӳртеççĕ. Вăл хирти çырма хĕррисенче ӳсет. Улăхри çарансем çинче те, хытанкарах çĕрсенче ӳсет. Рак. Сăянташ (сначала написано: сиенташ) сăянташ чирĕнчен (от падучей болезни) аван, тет. См. сиенташ.

сăвăслан

шершень, насекомое из семьи ос, желтого цвета, величиною со шмеля. Спг. Чек. Сăвăслан — тĕкĕл-тура пек, хуртсене çиет. Н. Седяк. Сăвăслан, çак хурт пысăк хура, сарă пулать, сăхсассăн, питĕ шыçтарать. Хурамал. Сăвăслан сăпсаран пысăкрах, сарă япала. Çичĕ çул пурăннă сăвăслан, этеме сăхсассăн, шыçăнтарса вĕлерет, теççĕ. См. суслан.

сăлпăр

(-бы̆р), вычистить с дном, до дна; выскоблить. Сятра. Кантра япап (= яватăп), тесе калать, тет, çак кӳлтен мĕн пур — пурне те сăлпăрса кăларатăп, тесе калать, тет. Не описка вм. сăптăр?

сăмах

(сы̆мах, сŏмах), слово. Байгул. Пурне те пĕр сăмах хăвармасăрах вулаттăм. Букв. Пĕлмен — пĕр сăмах, пĕлтĕн — çĕр сăмах, теççĕ. Ib. Ут вĕçерĕнет — тыттарать, сăмах вĕçерĕнет — тыттармасть. Ib. Пысăк сăмах каличчен, пысăк чĕлĕ çăкăр тыт. Дик. леб. 43, Чĕлхӳ çинчен ĕçĕрĕннĕ чи малтанхи сăмахăвах пиччӳсен чĕрине хĕç пек витĕр касса тухĕ. Г. А. Отрыв. Тĕплĕнех ыйтса, сăмахран сăмахах (слово за словом) çырса пытăм. Регули 1094. Вăл сăмахсам çине пит çиленчĕ вăл. N. Кунти сăмаха çырма юрамасть. СТИК. Вăл сăмаха пĕр шухăшламасăр персе ярат (необдуманно, опреметчиво говорит). Ib. Сăмаха çăтать. Проглатывает слова. Сред. Юм. Сăмаха тӳр перет: 1) нераспространяется в разговоре, а говорит лаконически; 2) не разборчивый в словах: что придет в голову, то и скажет. КС. Сăмахпа кас, резать на словах. С. Айб. † Эпир тăванпа тăван калаçнă чух сăмах сайран сахăр тути пур. N. Куллен пĕр сăмах вĕренеттĕр калаçма (ребенок). Альш. Вăл кирек епле сăмахăн та майне тупат (знает, куда отнести слово). Ib. Сăмах илемне кӳрет. Красноречиво говорит. Ib. Каланă сăмахне суяна хăвармас. Он исполняет сказанное. N. Çак сăмахсемпе сыв пула тăрăр. (Из письма). Якейк. Сăмах куçа кĕмеçт, тĕтĕм куçа кĕрет. Ст. Чек. Сăмахран тухнă, унтан-кунтан мар. Синьял. † Вăта пурнери кĕмĕл çĕрĕ пурне вĕçне тăрса юлчĕ, чун савнипе пуплесси виç сăмах вĕçне тăрса юлчĕ. Ачач 510. Сăмах чĕлхе вĕçнех тухса тăнăччĕ. Çук. Пулаймарĕ вĕт. N. Çĕнĕ сăмахсем, неологизмы; ют чĕлхерен кĕнĕ сăмахсем, варваризмы. Кивелсе, тухса ӳкнĕ сăмахсем, архаизмы. N. Сăмах вĕçĕнчен (в конце концов) çапла калар N. Вырăс сăмахĕллĕ халап. N. Мĕн сăмаха килет? Что значит, как сказать по-другому? N. Хлеб тенĕ сăмах чăвашла мĕн сăмаха килет? Истор. Вĕсене сăмах уçса калама та паман (не давали вымолвить слово). N. Анчах ĕлĕк чăвашсем шкулĕсем çинчен сăмах та уçтарасшăн пулман (не давали раскрыть рта). Ачач 104. Курсассăн, пĕр сăмах та уçмĕ-ши мана? || Разговор, беседа. Чăв. й. пур. З2. Хăй калаçма, сăмаха пит ăста пулнă (говорить был мастер). N. Сăмахра хăйне йăваш тытатьчĕ. В разговоре был смирен. N. Вăл çын сăмахăн вĕçне-хĕрне пĕлмес (говорит необдуманно, не думая о последствиях). Орау. Кайăр, кайăр часрах, кунта пирĕн сăмах пĕтмĕ (здесь всего не переговорить, конца не будет). Шибач. Сăмах çавăрма пĕлимаçт. Ib. Сăмах çавăрса поплимаçт. Сред. Юм. Сăмаха пит ваклать, говорит много, со всеми подробностями. Ib. Сăмаха сĕрет анчах. Разговаривает бестолково. Ib. Сăмаха тытмастăн (каламалла мар сăмаха та çынна калакана калаççĕ). N. Сăмаха тытмас, пробалтывается. Ст. Чек. Сăмаха тытса пăхса калаç. Говори осторожно. Ib. Пирвай чăваш сăмах пуçламăшĕ — сывлăх çинчен пĕлет: сыв-и, аван-и? Якейк. Эп сăмах ваклакан çын-и-ке, сăмах ваклакан-çын сана тем те топса парĕ. ТХКА 25. Майпе, сăмах çаврăннă майĕпе кăна, мĕншĕн мана ятланине каласа памашкан шутлатăп эпĕ. Ск. и пред. чув. 60. Пăртак ларсассăн, сăмах майĕпе Янтрак мухмăр уçма эрех ыйтрĕ. N. Çавăн урлă сăмах майĕпе эсĕ çта, епле, мĕн ĕçлесе пурăннине ытса пĕлтĕм... N. Çынсем калаçнă чух, вĕсен сăмахне пӳлмен-и? Хора-к. Пирн арăм вониккĕ, воник çĕрĕн олахра, яшă ача хошшинче, пăшă-пăшă сăмахра. Чураль-к. Сăмахран полсан, эп çын айне йолаканни мар вара. Расск. Ку иккĕмĕш тарçи сăмахĕ çинех тата виççĕмĕш тарçи чупса та çитнĕ. КС. Сăмах çине килтĕн. Легок на помине. Сред. Юм. Тин сана тапратнăччĕ-ха, сăмах çинех пôлтăн. Яргуньк. Кам ман(а) хирĕç сăмах хушать? Кто со мною может поговорить (или: поговорит). Ст. Чек. Каяллах сăмах айне пулчĕ, хайхине парччĕ. Мы опять уклонились от главной темы разговора, дай-ка ту вещь, о которой шла речь. Юрк. Сăмах çукран сăмах туса, хайласа пĕр-пĕр ытти япаласем çинчен тапратса калаçа пуçлаççĕ. Ильм. Чипер пурăнăр, килти сăмаха яла кайса ан калăр, ялти сăмаха киле килсе ан калăр. (Из наставления новобрачным, произносимом родителями жениха). Яргейк. Ялти халап ялтах юлтăр, килти сăмаха яла ан кăлар, теççĕ (различие между словами „халап“ и „сăмах“). Ходите во свете. Акă сăмах çине килнĕ чух калам... N. Каласа хурас терĕм те пĕре (хотел задеть его на словах), сăмах айне пулса карĕ (или: пулчĕ т. е. не успел во время сказать), тепре тапратмарăм. Орау. Темскер каласшăнччĕ эп, сăмах айне пулса карĕ. || Пересуды, сплетня. С. Дув. Кĕтӳ хăван арăмсен мĕншĕн сăмах пĕтмест-ши? N. Лайăх утсем юртат — çулсем юлат, пирĕн савни каят — сăмах юлат. Ск. и пред. 8. Халăх шав-шавĕ пĕр вĕçлĕ, шав-шав сăмахĕ çĕр тĕслĕ. Т. VI. 47. Çын сăмах(ĕ) тăрăх ан кай. (Из моленья). Ала 72. † Ырă пике пек хĕрне сăмах хыççăн çухатрăн. (Плач невесты). Байгл. † Сăмах хыççăн çӳресе пуçăм шыва юхайрĕ. (То же). Ст. Шаймурз. † Тусăм! пире кăçал мĕн пулчĕ, хушăмăрта сăмах вылярĕ. || Слух, молва. N. Мĕн сăмах илтĕнет? Çĕнĕрен халапсам мĕн вулаççĕ? Орау. Вăл сăмах пĕтĕм яла сарăлнă. Распустили слух по всей деревне. || Бранное слово, брань. Якейк. Ялти сăмах пире тивет (нас бранят). Ib. † Пирĕн çони çонатлă, çитмен çĕре çитерет, илтмен сăмаха илттерет. С. Айб. † Тусăм, çын сăмахпе ан сивĕн, хамран сăмах илтсен тин сивĕн. Трхбл. † Çын сăмах(х') хыççăн кайса ан сивĕн, хамран сăмах-сăмах илтсен тин сивĕн. (Сăмах-сăмах — это двойное употребление [повторение] выражает упорное повторение чего-либо. Сăмах — неприветливое, враждебное слово). Изамб. Т. Пирĕн ялсем вĕсене сăмахпа пустараççĕ (аптăратаççĕ). N. Е сăмахĕ айне кĕнĕ пулсан. Пазух. Атăксенĕн хĕрĕсем пирĕн сăмах айĕнче. N. Атте мана савмарĕ, сăмахпала çӳретрĕ, анне мана пит саврĕ, пушмакпала çӳретрĕ. Сунчел. † Ăçта çӳресен те лайăх çӳре, сăмах ан ил, тăван, ху çине. N. Ху çын аллинчен пăхакан пулăн, сăмахсăр татăк çăкăр та çиеймĕн. Чăв. к. † Çичĕ ют килне кайсассăн, сăмах айĕнче пурăнатăп. (Хĕр йĕрри). Ib. † Аттепеле анне хушшинче пĕр сăмахсăр пӳме ӳстертĕм. Трхбл. † Çакă атте-анне килĕнче пĕр сăмахсăр пӳме ӳстертĕм. (Сăмахсăр ӳстертĕм — япала, т. ыт. те — означает чистоту, свободную от всяких неприятностей; сăмахлă, спорный, а более всего = ылханлă, кĕвĕçлĕ). Собр. † Çичĕ ютран сăмах килсессĕн, пирĕн хута кĕрес çыннăм çук. Сред. Юм. Сăмах айĕнче порнас полать çав. Приходится терпеть брань, ругань. АПП. † Манăн кăмăл пит çемçе, çичĕ ют сăмахне йăтас çук. || Упрек. Бюрганский. Эпир уншăн кӳршĕ-аршăсенчен темĕн чухлĕ сăмах та илтнĕ пуль та, çапах та тытăнмастăпăр (т. е. не принимаемся за чӳк). N. Сăмах тĕкет. Упрекает. Изамб. Т. Халех сан пирки сăмах илтсе вырт. Уже с столь младых лет ты навлекаешь на нас чужие покоры. N. Çын сăмахĕ айĕнчен кăларăп. || Ссора. Ст. Шаймурз. † Эпир савнисемпе пурăннă чух хушăмăртан сăмах тухминччĕ. || Речь. Кан. Сăмахсем тухса каларĕç. Туй. Кашни кĕмессерен мăн-кĕрӳ сăмах калать: вăл йăнăшас пулмаст, йăнăшсан, ăна пырса хăлхаран тăваççĕ. N. Вăл вăрăм сăмах каларĕ. || Уговор. N. Ку ĕç сăмах çинче тĕрĕс тăмалла пултăр, тесе, пригăвăр тăвас тенĕ. N. Унта вĕсем пуху мĕн шухăшланине çырас терĕç. Пуху хăй сăмахĕ çинче тăрать. || Совет, мнение. Юрк. Унăн сăмахне итлесе, хайхисем ачине ашшĕ патне илсе каяççĕ. N. Эсир аму каланă сăмахсене итлĕр. Кив.-Ял. Эсĕ ман сăмаха итле (слушайся). || Пожелание. Якейк. † Ыр (привольно) çияс та, ыр ĕçес, ыр сăмахсăр каяс мар (ятлаçмасăр-тумасăр). || Дело. N. Орăх сăмахпа килтĕм. Я пришел по другому делу. N. Мĕн сăмахпа (по какому делу) килтĕн тата, Симун? — Мĕн сăмаххи паллах. N. Мĕн тăван унпа? тет.— Сăмах пурччĕ, тетĕп. || Обещание. Ерех 21. Сăмаха каллĕ-маллĕ тума юрамасть (надо держаться данного обещания и пр.). || Заклинание, наговор. Магн. М. 154, 155. Ăшăтакан сăмах, приворотное заклинание; сивĕтекен сăмах, отворотное заклинание. || Загадка. Курм. Сăмах яр.

сăмах ту

уговориться, решить сообща. Разум. || Упрекать. N. Вăл пуçтартăр та, çитĕр те, эсир сăмах ан тăвăр (не упрекайте). Собр. † Эпир ĕçрĕмĕр, çирĕмĕр çак килте, кайран сăмах ан тăвăр (не упрекайте). || Бранить. Турх. Курайман çын çисе сăмах тăвать.

сăн-пуç

внешность. Зап. ВНО. † Павăл мана илмерĕ, сăнăм-пуçăм пурччĕ ман, сăрт хĕрĕнчи çырла пек. N. Сăн-пуç пур чухне хулара пурăнкалаççĕ, кайран киле тавăрнаççĕ. Сред. Юм. Çавăн чол пӳ-сипе, сăн-пуçпа такама та йораса каймалла ô. Ib. Сăн-пуç пит илемлĕ. Лицо красивое. Ib. Сăнĕ-пуçĕ çорлас пик. (Говорят про подного румяного человека). О сохр. здор. Сăнĕ-пуçĕ хăйĕн пĕртте юлмасть, вăйĕ пĕтет (у больного). Нюш-к. Сăн-пуç ватă пек туйăнать N. † Çак сăн-пуçа кӳртрĕм те, сомах тиманни пĕр кон та çок. При этой моей наружности не проходит без укоров... (Гов. девушка). Чăв. ялĕ. Сăнĕ-пуçĕ çурăлса тухать, теççĕ тăваш хĕрарăмсем ун пек чăхсем çинчен. Ск. и пред. чув. 103. Илемсĕр пӳрт кĕлеткинчен пăрăнтарать сăн-пуçа.

сăпай

(-баj), красота, скромность. Тайба-Т. † Вăрăм сăрка юсавĕ, кăкăр çинче илемĕ, çак ял хĕрсен сăпайĕ, вăйă çинче илемĕ. || Красивый; скромный. Юрк. † Пĕввĕрсем сăпай, пилĕкĕрсем çинçе. Стюх. Сăпай, скромный, сдержанный.

сăрлă

кращеный; резной. Альш. † Сăрлă-сăрлă кăрильтса, сат умĕнче килĕшет. N. Аллисем сăрлă. Руки у него в краске. Юрк. Эпĕ çак киле килсессĕн, сăрлă ука пек пĕввĕмсем вăтанчĕç. Ib. Çĕнĕ çуна, сăрлă ӳрече, сакăлтара сикминччĕ. N. Сăрлă-хутăшлă шăршăллă тар куçа кĕрсенех, куçĕсем хĕрелсе пăсăлаççĕ. Сред. Юм. Сăрлă кăçат, теплые сапоги с красными или с черными пятнами. || Выкрашенный полосами, полосатый. Сред. Юм. Сăрлă юпа тесе яла кĕнĕ çĕрте лартакан юпана калаççĕ. Юрк. Вăрăм чăршă тăрринче сăрлă-сăрлă куккук авăтат. Т. II. Загадки. Кăмака айĕнче сăрлă-сăрлă патак выртат. (Кушак хӳри).

сара

(сы̆рă), пиво. Хурамал. Тĕлĕкре сăра ĕçсен, йĕпе пулать, тет. Сред. Юм. Тĕлĕкре сăра кôрсан, çăмăр полать, тет; кĕмĕл окçа корсан — сиввĕ полать, тет; какай корсан — выльăх вилет, тет. Панклеи. Чӳклес омĕн пĕтĕм халăха çитеслĕх сăра туса хатĕрланă. N. Сăра сакки сарлака, тет. (Послов.). Трхбл. Сăра кучĕ сарлака. (Поговорка). Пазух. Тăванпала тăван калаçаççĕ, йӳçĕ сăрана тутлă тăвасшăн. Вишн. 75. Сăра çапах эрехрен авантарах, вăл çынна выçăхтармасть, ăна ĕçсен, сайра-хутра хытă ӳсĕрлетĕн. М. Васильев. Онта сăра лартаç, пашалу, хоплу пĕçереç. Аттик. Вĕсем çимĕке темĕскерле кĕтсе илнĕ пек, сăрасем лартса, эрехсем илсе хатĕрлесе, тĕрлĕ çимĕçсем пĕçерсе, савăнса кĕтсе илеççĕ. Ib. Чăвашсĕн авалхи йăла пур: сăра пички пуçламассейрен, малтан пĕр çын ĕçеччĕн, кĕлтăваççĕ. Орау. Качча кайнă хĕр туйĕнчен кайран ашшĕ-амăш патне сăрапа пырать. Сăрапа кайнă чухне тĕл пулакан çынна пичке анинчен (= çăварĕнчен) çĕрпе (цевкой) сăра ĕçтереççĕ. Ĕçекенни вара: тур пач сăрана, туртрăм лайăх, тит кайран. Альш. Вăл (она) вара, сăрапа кайсан, укçа пуçтарат вĕсен (у них). N. Туйсам патнелле сăра тумалла пуль те-ха... Халĕ пурнăпăр-ха пуккаль. Актай. Унтан кайран Бура-Бĕрхĕ авланчĕ, тет. Авлансан, кусем сăрапа кайрĕç, тет. Н. Карм. Урпа сăри, ячменное пиво. Сĕт-к. Квакал сăмси лапрара, пирĕн тота сăрара. N. Пĕр витре сăра ăсса тохам-ха. N. Вăл йĕтес сăрине ĕçимарăмăр. N. Сăри сăра иккенне пĕлнĕ пулсан, арăмма илсе килнĕ пулăттăм, тулккĕ арăмма илсе килмерĕм, пĕччен килтĕм. (Шутка). || Пирушка. Янтик. † Хĕрсем çырлара, эпир сăрара. N. † Сарă инке сăрара (в гостях), çырă инке çырлара, хура инке хуранта, лутра инке луткара. БАБ. Кĕркунне пĕрре, кĕрхи сăрара, пирĕн пата ăратнесемпе пĕрле çак тукатмăш-карчăк та пырса ларнă. Курм. Кантăр сăри, выльăх сăри, пирушка. Ib. Çĕн-çын каять сăрапа, поса сăрипа каять, кантăр татнă чохне кантăр сăрипа.

алтан сăри

„петушье пиво“, назв. обряда. Иваново. Çак пумилкĕрен кайран тĕне кĕмен чăвашсем тата вилнĕ çынсене кĕркунне асăнаççĕ, ăна алтан сăри теççĕ. См. автан сăри.

сăрук

срок. Чуратч. Ц. Ваçкă: виçĕ кона сăрук пар, тесе каларĕ, тет. Ст. Шаймурз. Эпĕ сана аçу патне кайса килме виçĕ кун сăрук паратăп. || Условленное время. Б. Яуши. Çак ача хăй сăрукĕ çитиччен пит аван ĕçлесе пурăннă, тет.

Сăрă

(сы̆ры̆, сŏрŏ), назв. реки, Сура. БАБ. Атăл урлă, Сăрă урлă çак ачана вĕрме, сурма ылттăн шăллă, кĕмĕл çӳçлĕ юмăç-карчăк килнĕ, вĕрет, сурат: тух куç! (Заклинание). Регули 1317. Сăрăн шу аслă мар. Питушк. Сăрă хĕрри татăлнă, варри анчах тытса тăрать, каçма юрамасть. См. сăр.

сăрхăн

(сы̆рhы̆н), стекать, сочиться, просачиваться, течь. Изамб. Т. Çĕвене ярсан, çĕве сăрхăнат. Если свернувшееся кислое молоко влить в мешок для получения творога, то вода стекает. Толст. Шыв пĕрер тумламăн сăрхăнса курка тулли пулсан... Хастарлăх З2. Утнăçем сăрхăнса тумласа пычĕ. Календ. 1906. Çĕнĕ чӳлмекре шыв пит час сăрхăнать. Ib. Тата кашни ял тавра, кашни кил тавра канав алтса çавăрас пулать, унта вара шыв йĕпе-сапа хыççăн сăрхăнса анать те, çĕр часах типсе каять. Кан. Çиелтен кăвакăн-симĕсĕн курăнакан çу майлă йăлтăртатса юхать, сăрхăнать. Ст. Чек. Шан сăрхăннă. Вода из чана или из кододы вся утекла. КС. Ăсла сархăнса юхать (вытекает понемногу, капая, не свободно, с трудом выделяясь из того материала, который положен в шан). Ib. Ала виттĕр сăра сăрхăнать (просачивается). Сред. Юм. Тăлана пôсса кӳртсен, шывĕ сăрхăнтăр тесе, патак çине авăрласа лартаççĕ. || Впитываться. Каша. Шыв çĕре сăрхăнат (впитывается). Вишн. 69. Çапла çăмăр шывĕ çĕре ӳксен, çав тĕрлĕ тăпра витĕр çĕр айнелле сăрхăнса анать. Сред. Юм. Ĕнер çунă çамăр тавна (давно) сăрхăнса пĕтнĕ. || Иссякать. N. Çырма сăрхăнса пĕтсе выртать (иссякает). || Исхудать. КС. Лаша сăрхăнчĕ (или: туртăнчĕ). Орау. Çак уйăхра пĕре сăрхăнас пулать ĕнтĕ (придется поработать до истощения). Ib. Ай-ай, çын сăрхăннă! Чир ахалех иртмест çав. N. Эсĕ пит сăрхăнса кайнă-çке. Мĕн пулнă сана.

сĕвек кĕперри

радуга. Б. Хирлепы. Атăл урлă хĕлĕх картăм. (Сĕвек кĕперри). Ib. Пӳрт урлă чĕн йĕвен утăп. (Сĕвек кĕперри). Орбаш. Арпа çуни, пурçăн тилкепи (Пĕлĕтпе сĕвек кĕпери). Слеп. Çак сĕвек кĕперри çомăра тортать, сĕвек кĕперри тортса хăпартсассăн, йĕпе полать, теççĕ. Сĕвек кĕперри шу тортса хăпартать, тет. Календ. 1910. Çумăр иртсе кай анчах, пĕлĕт çине пăхсассăн, çичĕ тĕслĕ сĕвеккĕперри курма пулать. См. сĕвен кĕперри, сăрап кĕперри, сĕреп кĕперри, сĕрем кĕперри, сĕрен кĕперри.

сĕвем

(сэ̆вэм), нитка около метра в длину. Канаш. р. М. Васильев. Сĕвем — пĕр хăлаç çип. Чукалы. Сĕвем, четверть (шит). СТИК. Сĕвем, нитка длиной около двух локтей. Ib. Пар-ха мана пĕр сĕвем çип. (Не надо смешивать с „сум“). N. Сĕвемне çитерсен, çиппине шач! тутарса тӳлет. N. Тата вырăссем калаççĕ: халăхран пĕрер сĕвем çип — çарамас çынна пĕр кĕпе, теççĕ. Сред. Юм. Çиппе арланă чôхне сĕвемĕн-сĕвемĕн пĕтĕрсе арлаççĕ. Н. Седяк. Унтан вара пытарма пынă çынсене икшер-виçшер сĕвем çĕлен çип параççĕ. Ib. Сĕвем — пĕр çип. Чуратч. Ц. Вара патша çак чăваша пĕр сĕвем пурçăн çип пачĕ, тет. Бгтр. Вилнĕ çын çинче панă çипсенчен пурте тан пулсан, çын час вилет, тет, тан пулмасан час вилмест, тет. (Вилнĕ çынна пытарса тавăрăнсан, пӳртре пур çынсене пурне те виçшер сĕвем çип парса тухаççĕ. Етрух. Вара çăл кутне виçĕ сĕвем çĕлен çип вĕçĕмрен чăса-чăса пăрахаççĕ. ЧП. Сĕвем-сĕвем симĕс пурçăн. N. † Пурçăн сĕвем — вăрам сĕвем, пирĕн ĕмĕрсем пит кĕске. (Хĕр йĕрри). Юрк. Мăскал-мăскал сарă пурçăн, сĕвеме вăрăм килинччĕ.

сĕвен

прислоняться, опираться. Якейк. Кăмака çине сĕвенем-ши, апи çине сĕвенем-ши? Синерь. Сĕвентĕм = тайăнтăм, прислонился. М. Тиуши. † Пӳрт алăкĕнчен тухнă чух, ай, тайăлтăм, сĕвентĕм те, аттепе аннерен уйăрăлтăм (разлучилась). Четай. Вăрăм вырăс вут çолать, çави çине сĕвенсе; çак тана çитрĕмĕр, ати çине сĕвенсе. Ядр. † Ӳсĕр вырăс утă çăлать, çави çине сĕвенсе; пурăнтамăр пурнăçне, ати çине сĕвенсе. СПВВ. НН. Сĕвен — кайса ӳкес çĕртен таянса тăни. || Шататься, качаться. Ст. Чек. Сĕвенсе çӳрет, шатается, слоняется (= сĕтĕрĕнсе çӳрет). Ib. Лаша аран сĕвенсе çӳрет (еле ходит, качаясь; худой, больной). Ib. Каять лăкăш-лăкăш сĕвенсе.

сĕлĕ тăрăллă курăк

назв. раст. Виçĕ. пус. 48 Курăксене çак виçеллĕ хутăштарса акмалла: люцернă — 20 кĕренкке, сĕлĕ тăрăллă курăк — 10 кĕренкке.

сĕлт

махнуть. А. Турх. Никит. Атте куна илтсессĕн аллисене сĕлтрĕ те, çак маткана каларĕ. Альш. Курăнми-курăни (= курăни-курăнми) кайсассăн, ик аллăна сĕлт те савăнса юл. Ib. Аллипе сĕлтет, машет рукою от себя. Полтава. 113. Хуллен сĕлтсе аллипе (манием) çар халăхне сасартăк вырăс енне кăтартрĕ. N. Ăна аллипе сĕлте пуçланă, анчах Корней çавăрăнса тухса кайнă. Çĕнтерчĕ 22. Аллине сĕлтсе: е-е-е, чухăнсене пар тольккă! Ib. Ывăлне сĕлтсе. N. Пăхсан-пăхсан курăнмасан, ик аллупа сĕлте юл. Как люди лет. 114. Ун чухне тин хĕвел ăшшипе хĕрнĕ. Сывлăш аялтан çӳлелле вирхĕнсе тăрса кайăксене çунаттисене пĕр сĕлтмесĕр çӳлелле вĕçсе çĕкленме май туса парать. || Haec verbi forma cum verbo dandi coniuncta idem valet, quot vox Latina crissare.

сĕр

(сăр), мазать, замазать. Çутт. 29. Аппа çав эмеле сĕрсе кĕçĕрен аран-аран тасалчĕ. Ау 21. Унтан килтĕм-килтĕм те, чипер аппан тути çурăлнăччĕ те, ăна çăва сĕрсе хăвартăм. N. Эс ман çурăма сĕрсе яр-ха. Сред. Юм. Орапа сĕр, мазать телегу дегтем. ЧС Манăн алла анне пиçнĕ хăмлапа та çыхатьчĕ, тата эрехпе те сĕретчĕ те, çапах та час тӳрленмерĕ. Орау. Чӳречесене сĕрсе лартнă, уçас мар. Ib. Путылккана питĕрсе сĕрсех хунă (замазали). N. Шур çуçлĕ пулаччен пурăнччăр тесе парнипе тутисене сĕреççĕ. || Гдадить. Собр. Лаша çине çĕрĕ тăхăннă алăпа сĕрсен, лаша мăнтăр пулат, теççĕ. Шурăм-п. Пусма картлашки çине выртрĕ, тет те, хырăм сĕрме (сĕтĕрме) тапратрĕ, тет. Хастарлăх 38. Сĕрсе утни — кивелчĕ вăл. || Тереть (mortuum in Iavando). Юрк. Алă тупанĕпе сĕрмеççĕ, тепĕр енĕпе сĕреççĕ. || Шăркать (о спичке). Хурамал. Шăрпăка сĕрсе тивретеççĕ (зажигают). Орау. Сĕрмелли, спичка (иносказательно). Тюрл. Вăсем вутне шăрпăкпа чĕртмеççĕ, икĕ пулинкене сĕрсе чĕртеççĕ. || Пилить. Ала 56. Çак кĕлтунă вăхăтра темĕскер кĕмсĕртетнĕ сасă илтĕнчĕ, унччен те пулмарĕ, темĕскер пăчăкăла сĕре пуçларĕç, вĕсем сĕрсен-сĕрсен, тинех пĕлтĕм вĕсем эпĕ тăракан йăвăçа сĕрнине. Çурри йăвăçа сĕрсе çитсен тепĕр еннен сĕре пуçларăçĕ, çак вăхăтра манăн чунăм пĕтĕмпех чĕрне вĕçне çитрĕ. || Резать. Альш. Çĕççи мука пулат, тет те, сĕреççĕ, тет, сĕреççĕ, тет, çеççи сĕрмес, тет. || Ударить, стегать. Орау. Сĕр пĕре пушупа. Ib. Лешне пĕрре пушипе сĕрсе ячĕ (вытянул). Ст. Чек. Сĕрсе илнĕ, стегнул (кнутом). || Мыть. С. Тим. † Урай хăмисем сарă мар, пусса сĕрекен эпир мар. N. Сакă сĕрмелли. || Петь песни. Орау. Сĕрет юрра! Поет и поет (хорошим мотивом; задушевно). || Чистить. N. Хамăр ялăн хĕрĕсем, сĕрсе çакнă укçа пек, ялтăртатса çӳреççĕ. | Мямлить. КС. Сĕрсе калаçать, мямлит. || „Устроить“ (иронически; т. е. напортить). Сред. Юм. Сĕрет ĕнтĕ ô. Но он уже это сделает (с иронией, о человеке, не могущем сделать). Ib. Маçтăрсем тăвайманнине эс туса сĕрен ĕнтĕ ôна (с иронней). Мастера не могли сделать, а уже где тебе. || Дать взятку, „подмазать“. || Наговорить на кого, нашептать, наябедничать.

сĕрем

то же, что сĕрен. Макка 227. Мункунăн юлашки кунĕ ялти ачапчасем вăрмана кайса çамрăк çăка касса килеççĕ. Вырсарникун ирхине авланман ачасем пĕр пӳрте пуçтарăнаççĕ. Унта вара вĕсем пĕр тилкепе илсе кĕреççĕ те, шăпа тытаççĕ. Чăн çиялти юналтлă пукальник пулать, ун айĕнчи çăмарта пуçтаракан пулать, виççĕмĕшĕ — ачасене сĕрем кăшкăртакан пулать. Çавăнтисем сĕрем пуçласан, пукалник лаша утланса килет. Пукальник лаша утланса килсен, сĕрем пуçлакан çынсем хуçи панчен тухса каяççĕ. Вĕсем мал енелле каяççĕ те пĕр çăмарта çапса çĕмĕрсе хăвараççĕ. Унтан тавăрăннă чухне ак çак кĕве юрласа килеççĕ: „Тăхăр тиртен кĕрĕк эп çĕлерĕм, тăхăрвунă пĕрме пĕртертĕм. Атула йĕкĕтем перхулла! Тăхăрвунă пĕрме час саланмĕ, ăрăскаллă пуççăм хур пулмĕ. Атула йĕкĕтем перхулла!“ Тепĕр çĕре кĕрсен каллах пукальник сăра ĕçет: сĕрем кăшкăр! теççĕ. Ачисем кăшкăрса яраççĕ. Ирхи куна каçченех çӳреççĕ. Унта пĕр касă анчах юлсан ут кустарма каяççĕ. Унта хăш лаши малтан килет, ăна пĕр лайăх сĕлкĕ (полотенце) параççĕ. Ун хыçĕнчине начартараххи, виççĕмĕшне пĕр япала та çук. Унтан вара çынсене чупма яраççĕ, чăн малтан килекене пĕр пĕчĕкçĕ тутăр параççĕ. Унтан вара ут кустарса кĕреççĕ те, пăртак килĕрен киле кĕркелесе çӳреççĕ те, унтан вара сĕрем ирттерме каяççĕ. Сĕрем ирттернĕ чухне пĕтĕм çынна çăмарта, чăкăт валеçсе çӳреççĕ. Юлашкинчен пăшал çапса хăвараççĕ. Вăл пăшала пыйтăпа çапаççĕ. Вутне сӳнтерсе хăвараççĕ те, ахаль юрă юрласа тавăрăнаççĕ. Çапла вара сĕреме ирттерсе тавăрăнаççĕ. Ib. Сĕреме мункун юлашки кунĕ тăваççĕ. N. Пилĕкмĕш кун (на 5-й день языческой пасхи) сĕрем тăваççĕ.

сĕрен

назв. обряда изгнания из жилищ душ умирающих. Н. Седяк. Кĕçнерникун каçпа ачасем „сĕрен тăваççĕ“. Ăна ак çапла тăваççĕ. Пухăнаççĕ çамрăкрах ачасем, пĕр-пĕрин хушшинчен начальниксем хурса пĕтереççĕ: пĕрне старшина тăваççĕ, голова тăваççĕ, староста тăваççĕ, казначей тăваççĕ, возовой тăваççĕ, музыканщик тăваççĕ, йăвăçран шатăрмак тăваççĕ, шатăртаттарса çӳреме. Унтан вара вĕсем хулăсем илсе килĕрен çӳреççĕ, çăкăр, çăмарта, укçа пуçтарса. Килсе кĕрсенех: сĕрен! тесе ушкăнĕпе кăшкăраççĕ, тата хулллисемпе: чир-чĕр кайтăр, тесе çапаççĕ. Купăс калаççĕ; шатăрмакпа шатăртаттараççĕ, ташлаççĕ. Хуллисем вĕсен пилеш йăвăççи пулать. Çак ачасем çĕрле çӳреççĕ. Пĕр-пĕр килле килсе кĕрсен, вĕсем хăйсем сăра ăсаççĕ, хăйă хăйсем çутаççĕ, сăрине те хăйсемех ĕçтереççĕ. Хуçасем голова’сем умĕнче, старшина умĕнче тĕк çех тăраççĕ ура çинче. Сăра ĕçкелесен, ташласан, вĕсене хуçасем параççĕ: укçа казначей’е, çăкăрне возовой’а, çăмартисене çăмарта пухакана параççĕ; вара хуçасене пуççапса тухса тепĕр киле каяççĕ. Пурин патне те çӳресен, вĕсем ялăн анат вĕçне тухса, çăмартисене пĕçерсе чӳклеççĕ те çиеççĕ. Укçисене валеçсе илеççĕ. Хăйсем вут урлă каçаççĕ, шатăрмакĕсене те çунтараççĕ. Ялта çăмарта, çăкăр, укçа пухса çӳренĕ чух тутара курсан, хуллисемпе голова'па старшина хушнă тăрăх хĕнеççĕ. Тутарсенчен укçа ыйтаççĕ; укçи пулмасан, тӳпеттейне илеççĕ. Сĕрене çапла тăваççĕ. ЧС. Пирĕн таврара пур чăваш ялĕнче те авалхи йăлапа сĕрен тăваççĕ. Ăна чир-чăр тасалтăр тесе тăваççĕ. Сĕрен эрне тенĕ чухах, сăрасем туса, пурне те хатĕрлесе, сĕрен кунĕ ĕçĕпĕр-çийĕпĕр тесе, хавасланса кĕтсе тăраççĕ. Ib. Тата ачасем сĕренте, кăшт катса çӳреме тесе, майăрсем, хĕвел-çавăрнăшсем, хура-мăйракасем, канфетсем илеççĕ. Сред. Юм. Сĕрен тесе мункун чухне килĕрен килле патаксĕмпе çапса çимĕçсĕм пуçтарса çӳренине калаççĕ. Етрух. Чăваш хушшинче епле сĕрен пуху пулни. Сĕрен пуху пулнă мункун эрнинче, е кĕçкерникун, е шăматкунсенче; тунă уна акă çапла: çамрăк авланман ачасем питĕ нумай пухăнаççĕ. У ушкăн çинче пĕри пĕр çĕклем хулă çĕклесе çӳрет, ытти ачасенче те пĕрер хулă чăвăклаттарса çӳреççĕ юрăпа. Чи малтан пуçланă чухне пур ачасем те уя тухса вут питĕ выйлă хураççĕ: вутти урлă пур ачасем те сике-сике каçаççĕ, урлă та пирлĕ, вара сĕрене шатăртаттараççĕ, юрласа; унта вара яла тавăрнаççĕ те, килĕрен юрласа шатăртаттарса сĕрене çӳреççĕ. Пĕри унта такмакпа çăмарта пуçтарса çӳрет. Юрри усен (вĕсен) акă çапла: „Пире сăра памасан, пички пăкки хуçăлтăр, пире чăкăт памасан, ĕне сĕтне типĕттĕр, пире çăмарта памасан, чăххи, кучĕ питĕрĕнтĕр!“ теççĕ. Хуллипе чăвăклаттараççĕ, сĕренĕпе, шатăртаттараççе: çапла хапхаран килсейрен кĕрсен юрлаççĕ; кăшин хулли хуçăлсан, у (вăл) тата çĕнĕрен хулă çĕклесе çӳрекенрен илет, вара кил хуçи кил карти варне сĕтелне усем пырас уммĕн хатĕрлесе лартать, унта пĕр витре сăра лартать, виçĕ çăмарта хурать, чăкăтне те, кулачĕне те хурать, пырса кĕрсен сăрине унтах ĕçсе яраççĕ, çăмартине, чăкăтне, кулачне сĕрен пуçĕ такмакне чикет, вара каллех чăвăклаттарса сĕрене шатăртаттарса килĕрен киле çӳреççĕ. Çӳресе пĕтерсен, каллех вут хĕрне тухаççĕ, çĕрле унта вара такмакран сĕрен пуç çăмартасене, чăкăтсене, кулачсен — пурне те пĕр пек валеçсе парать ачисене, унта çисе пĕтерейменнине ывăтса пĕтереççĕ: киремете çитер куна, тесе, киле илсе таврăнмаççĕ. Унтан вара хуллисене вут хĕрне пăрахса хăвараççĕ. Сĕрене ӳлĕм валли пуçтарса хураççĕ. Ялта ачасем пĕр-пĕрин патне хăнана çӳреççĕ савăннипе вара кайран. Çапла чăвашсем киремете хисеплесе савăнаççĕ. Нюш-к. Сĕрен — назв. обряда, который заключается в следующем: на пасхе вечером парни ходят по деревне и под окнами поют: просят яиц и пр. Если не дадут ватрушек и пирогов, то говорят: пусть печь обвалится; если не дадут яиц, то говорят: пусть куры не несутся. Максимкино. Сĕрен бывает в субботу на пасхальной неделе. „Сĕрен каласа çӳреççĕ“. Сĕрен будто бы трещотка, которая трещит: „чăр-чар“. СПВВ. Сĕрен или вирĕм, особое игрище. N. Кашни ял чӳк тума тапратиччен чăн малтан сĕрен тунă (как бы начало всех жертвоприношений). Ст. Яха-к. Унтан вара пĕтĕм сĕренте çӳренĕ халăх уя, ял тулашне, сĕрен пăрахма каяççĕ. ЧС. Мункун эрне тенĕ чух ачасем ашшĕсене атăсем илтереççĕ, сĕрен хăваланă чух ташлама тесе. Ib. Сĕрен пур ялăн та пĕр вăхăтрă килмес: хăш ялта мункунта тăваççĕ, хăш ялта акана тухас умĕн тăваççĕ, хăш ялта çимĕкре тăваççĕ, тата хăш ялта аслă уй-чӳкре тăваççĕ. Н. Ильм. Мункун иртсен тепĕр кунне тунтикун прик-виç ача пĕр çĕре пухăнаççĕ те сĕрен тăваççĕ. Унта ытти ачасем пухăнаççĕ. Вĕсем вара касă тăрăх çăмарта пухма каяççĕ. Çӳресен-çӳресен, пĕр-пĕр пӳрте кĕрсе пĕр-пĕрне чир-чĕр кайтăр тесе çапаççĕ... Унтан вара масар çине кайса сĕренне çĕмĕреççĕ те, вилнисене хываççĕ. Янш.-Норв. Пирĕн ялсем тата уй-чукĕ тунă каçах (в день уй-чук’а) сĕрен тăваççĕ. Вĕсем çав сĕрен тунипе: ялти усал-тĕселсене хуса кăларатпăр, теççĕ. Альш. Ача-пăчасем, çамрăксем, пĕрин патĕнче пăтă пĕçереççĕ, Чӳклеççĕ. Каçпа сĕрен хăвалаççĕ. Пурте патаксем, шăпăрсем, çавасем илеççĕ, тет. Шăк-шăк, шăн-шăн! пурин çуртне урам тăрăх шаккаса тухаççĕ, пĕр чăхха хире хăвараççĕ. ППТ. Пирĕн таврара чăваш ялĕсем кашни çул сĕрен тăваççĕ. Çав сĕрене вăсем кашни ял тĕрлĕ вăхăтра тăваççĕ: хăшĕ Питравра уй-чӳкĕнче тăваççĕ, хăшĕ çимĕкре, анчах мĕшĕн апла тунине пĕлместĕп. Пирĕн ялăн хамăрăн мункунта тăваççĕ. Ib. Мункун ернинче ытларикун ачасем тăрсассăн ирех апат тăваççĕ те сĕрен хăвалама хатĕрлеççĕ. М.-Яуши. Чăвашсем тата сĕрен тăваççĕ. Вăл сĕрен мункун ыран пулать тенĕ чух тапранать. Вара шăматкун ир пĕр çын патне пухăнать. Унта вара ват çынсем пуçтарнаççĕ. Вара унта ваттисем тĕрлĕрен ĕçлĕ çын уйăраççĕ: касак, улпут, касначчей. Тата унта ачасем те пуçтарнаççĕ, темĕн чул нуммай. Вара касакĕ ачасенчен ыйтать: сирĕн хăнкăла йĕнни пур-и? Ачасем пурте шанкăран хăнкăла йĕнни туса пыраççĕ çав пӳрте. Ĕçлĕ çынсем ачасенчен ыйтаççĕ: хăнкăла пур-и йĕннисенче? теççĕ. Ачасем хăнкăласем чикеççĕ, йĕннисем çине кăтартаççĕ. Çав вăхăтра ваттисем сĕтел хушшинче лараççĕ сăра ĕçсе. Унтан виç çавра юр юрлаççĕ. Тата ваттисем ачасене вăт çапла кăшкăрма хушаççĕ: сĕрен. Тата тепре: хăнкăла! тесе кăшкăраççĕ. Хăнкăлана хăнкăла çиять, таракана таракан çиять, теççĕ ачисем. Унта шăпăр калаççĕ, ташлаççĕ. Касакăн аллинче улăмран тунă нухайка пур, çав нухайкапа кил хуçисене виçшер çапать, уна вăл, чир-чĕр кайтăр тесе, çапать. Унтан ачисем пурте ӳксе пуççапаççĕ кил хуçине: каçар, тесе. Ачисем вара кашни пӳртрен çу, сĕт, çăмарта, кĕрпе пуçтарса çӳреççĕ, ваттисем хушнă тăрăх яльпех çапла çӳресе пĕтереççĕ. Ваттисем кашни пӳртре сĕтел хушшинче лараççĕ. Ун чух вара вĕсен сăнĕсем вилнĕ çын сăнĕ пек пулать, куçĕсем хĕп-хĕрлĕ пулса каяççĕ. Вара çав каçах ял тулашĕнчи çырмана кайса пуçтарнă кĕрпепе пăтă пĕçерсе çияççĕ пурте. N. Малтан сĕрене лашасем ячĕç. Асан. Сĕрен, изгнание покойников. Ст. Яха-к. Пирĕн ялсем тата мункун тепĕр кунне, тунтикун каç, вилнĕ çынсене хывса сĕрен тăваççĕ. || Название инструмента, похожего на шăппăр, пузырь. Слеп.

сĕт

(сэ̆т, сӧ̆т), молоко. Изамб. Т. Пĕр-пĕр çыннăн ĕни пулмасан, ăна çынсем чӳлмекпе сĕт парса яраççĕ, ул вара чӳлмекне кӳнĕ чухне пĕр чĕлĕ çăкăр илсе килет. Ăна вара: ĕни сĕтлĕ пултăр, тесе, ĕнине çитерме каласа хăварат. ЧС. Вĕсене (погорельцев) халăх хура ĕне сĕчĕ ĕçтерме хушрĕç, мĕншĕн тесен чăвашсем: хура ĕне сĕчĕ чĕрене çунтармас, теççĕ. Слеп. Сĕт чакни, сĕт типни. Ib. Ĕнен сĕт типрĕ. Ск. и пред. чув. 52. Сĕтпе шыва кӳртнĕ пек, вĕсем таса çитĕннĕ. Орау. Пирĕн, пĕре ят пăсăлнăскер, сĕтпе шыва кĕрсен те тасалас çук. Ib. Сĕтĕнче çурри шыв. Молоко пополам с водою. Султангул. † Хура ĕне килет макăрса, сĕтне су та сахăр ту. Якейк. † Ай, аки, Мари пор, сĕтпе шăва кӳртнĕскер; ай, пичи Йăван пор, сар тоттăрпа тытнăскер. Альш. Хĕвел тухăç енче таçта пĕр çырма пур. Шывĕ — сĕт, тет. Выртса ĕçсессĕн, сĕт халлĕнех кĕрет, тет, çăвара. Илсе ăсса ĕçсессĕн, шыв пулат, тет. Регули 1116. Сĕт çи (сĕт çийĕ) шăннă. Вишн. 65. Сĕт ан йӳçтĕр тесе, сĕт тыткалакан савăтсене таса тытас пулать. Ib. 62. Сĕтпе пĕçернĕ маннă е хуратул пăтти. Çутт. 89. Çулталăк хушшинче ĕне миçе уйăх сĕтсĕр пурăнать? Буин. Сĕт анать. С. Алг. Сĕт çулĕпе кайса, çу çулĕпе килмелле пулинччĕ. Ала 63°. Вара вăсем юлашкинчен çак сăмахсене калаççĕ: сĕт çулпа тухса каймалла пултăр, çу çулпа кисе кĕмелле пултăр, теççĕ. Сред. Юм. Сĕтлĕ пăтă — сĕт ярса пĕçернĕ пăтă. Сборн. по мед. Ĕмкĕчĕ çине чăмлак, хырнă кишĕр, сĕт пăтти хурас пулмасть. Вомбу-к. Сĕтпе пашалу çăраççĕ. Ib. Сĕтпе çăмарта хăпартаççĕ. Ib. Сĕтпе чуста хораççĕ. Икково. Кошак сĕт вăрлать. Кошка тайком пьет молоко. Баран. 99. Лайăх пăхсан, ĕне сĕтне ытларах антарать. Шишкин. † Эпир ăма питĕ хитре, сĕтпе колач çинĕрен. N. † Аннен кăмаки шор кăмаки, сĕтпе-порпа шоратнă, килес килет, кас (= каяс) килмеçт. См. Магн. М. 189. Кан. Сĕт парĕ кансан çех, пăруланă ĕне сĕт çителĕклĕ антарать. N. † Ырă аттеçĕм, тетĕп, ырă аннеçĕм, икĕ кăкăру сĕтсене пахил ту. Хурамал. † Пĕчĕкçĕрен пысăк пултăмăр, атте-анне кăкри сĕчĕпе. N. Тин çуралнă ачасем пек пулса, чуна аванлантаракан таса сĕте юратăр. || Молокообразное содержимое в шелухе несозревшего зерна хлеба. Тюрл. Ыраш шăрка таксассăн сĕте ларать. Ходар. Сана мăн турă, мăн турă амăшĕ, пӳлĕхçи, пӳлĕхçи амăшĕ, çĕнĕ тырă-пулă сĕчĕпе пуççапатпăр, çăмăллăх пар. (Моленье). Сред. Юм. Ыраша сĕт кĕнĕ. (Ыраш шăркана ларса пĕтсен, пĕрчи пола пуçласан калаççĕ). || Фамильное прозвище. Якейк. Сĕт Ерхип.

сруклăх

на срок. N. 20 хаçат е 20 журнал пухакана çак пухнă сруклăх хаçат е журнал укçасăрах ярса тăратпăр.

стрелокла

назв. игры. Эльбарус. Çак вăйă пуçлаччен кашни уйăрăлса, пĕр-пĕринчен аяккарах кайса паллă йоман котне: ко ман кил-çорт полать тесе, йышăнаттăмăр та, кашни пĕрер е икшер патак таткисем çĕклесе, пĕрле пыçтарăнса, вăрмана шала кĕрсе каяттăмăр: йоман касма каятпăр-ха, тесе кăçкăрса. Çав патак таткисене: кăсем портă-пăчкăсем, теттĕмĕр. Ошкĕн хошшинчен пĕрине: ко стрелок полтăр, тесе уйраттăмăр. Вăрмана шала кайсассăн, патаксемпе шаклаттарса, йомана порте харс çапаттăмăр. Пăртак тăрсассăн пирĕн пчик стрелок пыратьчĕ те, хăвалама пуслатьчĕ, эпир хăрашши туса питĕ хытă кăçкăрса тарашши тăваттăмăр. Пире хуса çитетчĕ те, портăсене тытса илетчĕ. Вара эпир пăртак тарсан: портăсене илме каяс-ха, тесе, стрелок патне çӳлчĕсем илсе каятпăр. Çав çӳлчĕсем пирĕн окçа полатьчĕç. Çак окçасене параттăмăр та, портăсене кил текен çĕре илсе каяттăмăр.

çав

вон тот, вон этот (означает предмет более отдаленный). Панклеи. Карчăкки: тор! тор! çав йытта çапса пăрах-ха, старик! тет. Регули 745. Çавна исе пар. Ib. 639. Çав сохалсăр старик (çав старик сохалсăр) салтакра çӳресе. || Этот, тот (упомянутый раньше). Чаду-к. Вăл каланă: пирĕн апи çук, çавна (её) шыраса çӳретĕп, тенĕ. Шурăм-п. Михаля: çавна кайса илес-ха, тесе, чупса кайрĕ те... Альш. † Ватта-вĕтте мĕн илем, çамрăксене çав илем. Ib. Елшелин те, таçтан килет шывланса хай Чăнлă юппи, çав тăрат шывланса. Вишн. 71. Çавсем (эти названные предметы) пурте çĕреççĕ те, шыва каяççĕ, шыв вара çавăнта шăршлă пулать. Ib. 61. Çав çинин мĕн кирлинчен ытлашши çăва каять те, ун йышши çын мăнтăрланса каять вара. Изамб. Т. Тепĕр кунне ирхине: çав Михалян (у этого Михайлы) виç сурăхне илсе кайнă, тенине илтрĕмĕр. СТИК. Çавăн (у этого человека) хĕрне калаçаççĕ (= çавăн хĕрне килĕшмешкĕн калаçаççĕ). Юрк. Çав вăхăтра (в это время), мĕскерлескер-тĕр (какая-то личность), пĕр çын, алăка уçса, еррипе кăна кĕрет те. Орау. Çав вăхăтра çынсам ун патне мĕн пулнине пĕлме пырсан, аçа çапса та вĕлерчĕ, тет. N. Эпĕ калах çав лашана пăхатăп. Я опять ухаживаю за тою (же) лощадью. Т. VIII. Çав каçхине, в тот вечер (в упомянутый вечер). Байгул. † Хура вăрман хĕрри хурлăханлă: хура чĕкеç лармас — çав хуйхă (вот в чем горе). || Такой (ставится вместо пропущенного собственного имени). Артюшк. Çав, çав çĕрте вăкăр пур. В таком-то месте есть бык. N. Çав тытнă. Такой-то покойник поразил болезнью. || Иногда подчеркивает подлежащее. Ст. Ганьк. † Таппăна (ловушку) ăçта хуратăн? — Юман тăрне хуратăп.— Юман тăрăнче мĕн лекет? — Сарă-кайăк, çав лекет. || Соединяется с наречием авă. Юрк. Пĕр тăван та пĕр пулмаст, теççĕ чăвашсем, авă çав сăмахсем пирĕн тĕп-тĕрĕс ĕнтĕ. Ib. Пирĕн йăха, пирĕн киле ырă кин килсе кĕменччĕ... — Авă çав тĕрĕс иккен, тет хунямăшĕ. || Заключает в себе ссылку на прежнее, указывая на факт, который вытекает или является последствием предыдущего или следствием других наличных обстоятельств. По-русски здесь могут стоять разные обороты. Сĕт-к. Кĕрконне, çав Ваçок кайсан, Ольон пит коллянатьчĕ. (Здесь „çав“ не указ. местоимение). ППТ. Çыннисем те тата, пурте, чăнахах, чир-чăр тесе пуль çав, ăçта тĕл пулнă, унта çаптараççĕ (позволяют бить себя прутьями, во время „сĕрен“). || Иногда употребляется для большей яркости и картинности изложения. БАБ. Старик кăна: мĕн чухлĕ пулĕ ĕнтĕ санăн вăю? терĕ, тет. Ку калат, тет: нумаях мар: çак çĕр варрине пĕр ылттăн юпа лартсан, çав юпаран тытса çĕре çавăрса ярăп çав, терĕ, тет. Шурăм-п. Шалти пӳлĕмри чӳречесем çинче сарă, хĕрлĕ, кăвак чечексем пур çав. N. Тăнă та çак çын (встал), вăл тăриччен пӳрт пулса ларнă (построилась) çав, пăхмали те çук (очень хорошая)! ППТ. Вăсем çапла, çăмартана, тепĕр иккĕ-виçĕ çăмарта çиесчĕ тесе, хăвăрт хыпса яраççĕ, анчах урăх лекмес çав вара. См. еще прим. в Оп. иссл. чув. синт. II, 232. || Иногда выражает согласие (соотв. русск.: да, конечно, разумеется). СТИК. Çапла, пурăнма питĕ хĕн çав пирĕн пек çынсене (çав придает выражению оттенок соглашения и грусти). Изамб. Т. Энтри ухмахланнă темест-и? — Çапла, тет, çав. Усен ăрăвĕ çав. || Употребляется для выражения подтверждения слов собеседника. Юрк. Апла ĕнтĕ, пулĕ çав (ну да), теççĕ итлесе ларакансем. Альш. Карчăк калат: кай çав (ну да, ступай), аранчĕ (немного) сана та парĕç, тет. Сред. Юм. Çырмара çан чôл шыв йохнă çĕрте те пĕрмай çав шывва кĕрсе çӳрет. Шывпа йохса кайтăр çав (в конце повышение голоса). || Хотя, правда. Т. VII. Амăшĕсем: хĕрĕм, пурăнма аван-и? тесе ыйтаççĕ, тет. Хĕрĕ: аван та çав, эпĕ тăнă çĕре ялан кĕтӳ хăвалаççĕ, тесе калать, тет. Изамб. Т. Тепле унпа ĕмĕре ирттермелле.— Ирттерĕн çав! Не знаю, как с нею прожить век! — Ничего не поделаешь, проживешь! (т. е. таково положение вещей). || Изамб. Т. Эсир миçен çав? А вас сколько человек? А велика ли ваша семья? (Так спрашивает человек, уже знакомый с семьей). || Ставится в безразличных и неопределенных ответах. Трхбл. Аван çывăртăн-и? — Çывăрнă çав ĕнтĕ. N. Мĕшĕн сахал ĕçлерĕн? тет.— Ĕçĕ сахал мар та, çурмалла ĕçĕн çав ĕнтĕ вăл (условия работы исполу известны): çурри ăна, тет. || Уж. КС. Апат телĕшĕнчен ашшĕ хĕрĕ çав (уж). || Соотв. русск. частице же (произносится с оттенком раздражения). Йӳç. такăнт. 7. Пĕçер ху тата, пĕлен пулсан! Пулать çав арçын (бывают же такие мужики)!. || С вопр. част. „и“ соотв. русскому что ли это. N. Сирĕн ялсем-и? — Çук, чураппансем-и çав, кушкăсем-и... (Они) из вашей деревни? — Нет, не то черепановские („черепановские что ли это“), не то кошкинские... Альш. Çапла пулчĕ çав пирĕн ĕç! Вот такие-то у нас были дела... (Заключает рассказчик повесть о том, что с ним случилось). || Дело в том, что... (заключает в себе возражение или противоречие с предыдущим). N. Эсĕ мĕшĕн ăна театăра ертсе каймарăн? — Унăн укçа çукчĕ çав. N. Эпĕ ăна хамах кӳлсе парăттăм та, манăн алă ыратат çав. Основу çавăн см. особо.

çава

(с'ава), коса. N. † Сирĕн çавăр çуталĕ, манăн çава тутăхĕ. (Хĕр йĕрри?). Н. Якушк. † Çави тăпси епле чăтат-ши? N. Çак çĕр чĕтретсе перекен тупăсем çынсене çава айĕнчи пек йăвантарать. ЧII. Çава витмест, не берет коса. Чертаг. Çава çĕççи (пекки), нож, сделанный из косы. Сред. Юм. Çава аври кăвапи тесе çава аврин варĕнче (на середине косовища) алпа тытмаллине калаççĕ. Ib. Çава постаркăçĕ тесе çава ôнкипе тăхăнтарса посарса хоракан çӳхе патака калаççĕ. Ib. Çава тăпсине аври çôмне кӳртсе лартсан, ôнкăпа пôсарса хораççĕ, çав ôнка çава ôнки (кольцо) теççĕ. Якейк. Çава кĕлли, пятка косы. Ib. Çава пастар (п̚астар') — çава онки тытса тăракан йăвăç япала. Ib. Çава сăмси, носок косы. Ib. Çава онки — пастара тытса тăракан онкă (кольцо, которое придерживает клин косы). Чертаг. Çава аври, çава кăвапи (поперечина на косовище; за нее берутся правой рукой); пастарĕ (пластинка у пятки: лăканма памасть), çава кĕлли (пятка). Çава шулап (-п), обух (спинка, хребет) косы. У др. çава тӳртĕш. Шумерля, КС. Çава чĕми (ч'э̆ми), маленький загибчик (шпенек) на пятке косы. Изамб. Т., Тюрл. Çава тăпси (т̚ы̆псиы), пятка косы. КС. Çава тӳрчĕ, обух, тыл косы. Чутеево. Çава тытхи, поперечная ручка косы (на косовище: у др. çава кăвапи). Моркар. Çава тăпси, место соединения косы с кăпăлĕ; çава кăпăлĕ, часть косы прикрепляемая к черену; çава тăрши (чит.: тăршши?), обух. Кăпăл тесе çаван аври çăмĕнче çыпçăнса тăракан пайне калаççĕ.

çавăр

(с'авы̆р), вертеть, вращать; перевертывать, навертывать. ЧС. Ашшĕ унăн сăмахне итлесе тараса (колодец) патне пынă та, каткана (бадью) çавăрса улăхтара пуçланă. Ск. и пред. чув. 99. Чупать ав вăл васкаса, урисене çавăрса. Собр. † Кăвак лашасе кӳлер-и, хĕврисене çавăрса тӳлер-и. N. Ăçта выльăх-чĕрлĕхĕн пуçне те çавăрса лартат (ие). Бугульм. † Пĕчĕкçĕ çĕлĕк, çавра çĕлĕк, çавра-çавра ларта пĕлмерĕм (не мог надеть как следует). Кан. Пуслăх пек рычак тытнă та, çавăра тăрать (так и вертит, угрожающе). || Повертывать, размахиваться (чем). Макс. Чăв. К. I, 60. Кĕтĕм эпĕ хура, ай, вăрмана, пуртă çавăрайми йывăç пур (так как лес очень густ, то нельзя размахиваться топором). N. Енне-енне çавăрса тăратса. Образцы. Самар çуни — сарлă çуна, çаврайăттăм пӳрт умне. || Повернуть; завернуть. Тайба-Т. Пĕчĕккеççĕ лаша — турă лаша, çунине çавăрса хуринччĕ (а если бы повернула!). Çутт. 31. Шкула кĕнĕ чух урисене çавра-çавра пăхса тасатать. Изамб. Т. Лашана хапха патне çавăрса кил. Заверни лошадь к воротам. Бур. † Кил-йышĕ килте пулинччĕ, хирĕç тухса илинччĕ; лаши матур пулинччĕ, вăр çавăрса ларинччĕ (надо: лартинччĕ). N. † Çавăрма çук сылтăм хула, ытарма çук савнă сар хĕре. || Перевертывать (настроение; одежду, при перешивании). Баран. 42. Йытă улашни выçă кашкăрăн чĕрине шарах çурать, пĕтĕм ăшчиккине çавăрать. N. Халата çавăрса çĕлетрĕм. || Обращать внимание. N. Псков, Новгород таврашĕнчи юçлĕх çĕрсене типĕтсе çереме çавăрĕç. N. Унăн чирлĕ выртакан вырăнне канмалли вырăна çавăрĕç. Т. VII. Ĕлĕк пĕр арăм чире хывнă тет те, çемйисем хире кайсан: турăçăм ырлăха çавăрччĕ! тесе юрласа çӳрет, тет. || Возвращать назад, привести (о судьбе). N. Хăçан та пулсассăн вăл сана киле çавăртăр (пусть вернет домой). N. Темлерен çавăрăнăп-и анчах. Пазух. Кĕркуннехи уçăма тур ут пусĕ малашне. Ан йĕр-ха, атте-анне, турă çавăрмĕ-и малашне. Н. Карм. † Çӳлĕ тусем çинче çавра кӳлĕ, çил çавăрса кӳртрĕ пĕр çулчă; пирĕн тăвансемех пит аякра, тур çавăрса кӳчĕ пĕр çĕре. Календ. 1907. Çĕре çапла тума, çапла ĕçлеме нумай расхот та, вăй та тухать. Анчах ун вырăнне, тухнă расхота, пĕтнĕ вăя çавăрса, нумай усă кӳрет. Ерех 16. Нимле те алла çавăрма çук, ытла йывăр çул килчĕ. Янтик. † Ах йыснаçăм Якку пур, сана пулас марччĕ, такçтан турă çавăрчĕ. Альш. Пулăçăсене ку ача калат: турă çавăрнипе татах çаврăнтăм çав (опять пришлось здесь пройти), тет. || Кружить, бушевать (о буре). Сред. Юм. Ах тор, паян тăман çаврать (буран кружит). Епле çӳрет çôл çӳрекен çын! Коракыш. Çанталăк пит кансăр пулнă, çил-тăман тем пек çавăрнă (бушевала пурга). N. Айĕн-çийĕн çаврать (буран). Кан. Час-часах çил-тăмăн тухса çавăрать. || Кружить голову. АПП. † Хӳмесем çинчен ан çӳрĕр, çамрăк пуçăра çавăрса. N. Тем хам пуçа хам çавăрса порнап. Янтик. † Çын сăмахĕ хыççăн ан кайăр, çын сăмахĕ пуçа çавăрать. Полтава 14. Çамрăк илем анчах мар хĕрсен пуçне çавăрать. N. Мĕкĕтепе Петĕр, вĕсен пуçне такам çавăрнă пек, карчăк сăмахне итлесе, тумтирсем, çĕлĕксем тăхăнаççĕ те, чупаççĕ хупаха. || Обдумывать. Ск. и пред. чув. 21. Лайăхрах ыйтса пĕлем, ăспа пуçра çавăрам, унтан вара ĕненем. || Проплыть вокруг. N. Ку шӳкке пулат, тет те, кăна хăвалать, тет. Пĕтĕм кӳле çавăраççĕ, тет. || Обернуть. Сборн. по мед. Тутăр татăкĕ илсе, ăна кача-пӳрне çумне çавăрса. N. † Йори илтĕм çут пиçхи, çавра-çавра çыхмашкăн (обернув вокруг), йори килтĕм çак хоçа патне, çавра-çавра поплеме. || Украсть, присвоить. N. Иван: эпир сутăçсем пулă сутма пурсан, пуллине ак çапла çавăратпăр, тет. Хăй сутăç умĕнчен лушкипе çăва йăлт хăй патне пуçтарса илчĕ, тет. || Обойтись (в течение известного времени). Тим. † Алăкран тухми çӳпçи пур, аллă пилĕк сурпанĕ пур, аллăшне парне парсассăн, çул çавăрма çитĕ-ха, пилĕкĕш хăне (= хăйне) юлĕ-ха. || Обходить, подносить. Мусир. Çитмĕл курка çитмесен, çавра куркапа çаврас (обнести), тет; çавра куркапа çавăрăнмасан, тимĕр куркапа тивертес, тет. || Собирать в одно место. Ст. Чек. Хĕрĕм, кĕтĕве çавăрса хăвар-ха. Дочка! собери-ка стадо в одну кучу. || Рыть. В. Буян. Çав шăтăкра патша ывăлĕ çĕр тĕпĕнче хăйăр çавăрнă. || Свить (гнездо). Сред. Юм. Çерçи йăва çавăрнă. Воробей свил гнездо. Баран. 150. Пурте йăва çавăрса чĕпĕ кăларăççĕ. Ib. Тилĕ... вĕçен-кайăксен çĕре çавăрнă йăвисене шыраса тупать. || Строить (дом). Сред. Юм. Ô çын халь çорт пит çаврать. Он теперь строится во всю (строит дом, усиленно занят постройкой дома). Кан. Халĕ вăл пĕр уйăх хушшинче килне çавăрса çитере пуçларĕ (стал достраивать), пӳртне тимĕр витнĕ. N. Пӳртсем лартрăр-и? Кил-çорт çавăртăр-и? Çуртăрă-йĕрĕре çавăртăр-и? Кил-картиш çавăрайрăр-и? Построились ли вы? (Так спрашивают в разных говорах погорельцев). N. Кусем хăйсем пĕр тĕрлĕ ял çавăрса пурнаççĕ. || Городить. Пазух. Тимĕртен анкарти эп çавăртăм, йĕтемиине шăвăçран сартартăм, юпине ылттăнран, ай, ларттартăм. Альш. Кив çурт çинче (на прежнем месте деревни) анкартисем çавăра-çавăра, тыта-тыта пĕтернĕ. N. Пирĕн атте картишне шурă хăвапа çавăрнă. Якейк. Холая чолпа çавăрнă. Город огорожен каменною стеною. || Класть (печь). Изамб. Т. Кăмака çавăрас. || Точить (о токаре). КС. Йĕке çавăр, вытачивать веретено; чашăк çавăр, вытачивать блюдо. || Обойти. Бюрг. † Анкарти тулашĕнче мулкаç вылят, пĕр çавăрса пулма-çке (= пулмаст-çке). N. Эпĕ çĕр çинче çӳрерĕм, пĕтĕм çĕре çавăрса тухрăм (обошел всю землю). || Вышивать. N. Мĕн ĕçлетĕн, тăхлачă? — Йывăр тĕр (тĕрĕ, узор?) çавратăп. || Оторачивать. Алших. † Çипирккене хăнтăрсем эп çавăртăм. || Отделывать. Тим. † Пурçăн пиçиххи ярапине çавăрса пулмарĕ укапа. Пуянăн та сарă ачине çавăрса пулмарĕ çамрăк чух. Бур. † Ука кирлĕ çухана (вар. суха) çавăрма; хайла (уменье, сноровка) кирлĕ юрăсене юрлама. Ib. Тулĕсене пурçăн туртăр-а (у „тарай енчĕк“) ăшĕсене ука çавăрăр-а? Срв. Оп. иссл. чув. синт. I, 177. Лашм. † Улача кĕпе аркине çавра-çавра тыта пĕлмерĕм. || Закруглять. Альш. † Эпир ларас вырăна çавăрса тунă иккен тенкелне. || Увлечь, seduire. N. Ăна час çавăрма пулать. Её легко увлечь. Алешк.-Сапл. † Ылттăн ука çуха çавăрать, маттур ача сар хĕр çавăрать. АПП. † Вăрман хĕрринчи сар-кайăк, сала çаврас сасси пур... Тим. † Пирĕн савнă туссем ялта мар, сире çавăрмашкăн эпир мар. || Расположить к кому-либо; склонить. КС. Ун кăмăлне çавăрсан, тем чул та сăпаççипа калăттăмччĕ сана. N. Халăх кăмăлне çавăрас шухăшпа, вăл комиссияна (= комиççие) халăхран та суйланă çынсене кӳртмелле тунă. Бюрг. † Хамăн тенĕ тантăша пĕр çавăрса пулмарĕ мулпалан. N. Вăл патшалăхра мĕн те пулсан нумай вĕтĕ-вĕтĕ çĕр тытакансем туса, вĕсене хăй енне çавăрасшăн. Кубня. † Ай-хай савнă тусăм, хура куç! çавăрса пулмĕ-ши хам çумма? Юрк. Сирĕнпе пĕрле ĕçсе çиме пире çăкăр-тăвар çавăрчĕ. Ib. † Килес çукчĕ эпĕ çак киле, сирĕн çăкăр-тăвар çавăрчĕ. || Уговорить, убеждать (сильно раздраженного). Сред. Юм. Темле çиленнĕ çынна та хай маййăн çаврать (может уговорить). Альш. Унтан çавăра-çавăра хай хĕре йӳнерех хака килĕшеççĕ те, çураçаççĕ. Орау. Калаçкаласа аран-аран çавăртăм (уговорил). Альш. Карчăк хĕр тупать, карчăк каччă çавăрать. || Привлечь на свою сторону. Кан. Ку ĕçе пĕччен майлама çăмăлах мар, Ортяккова çавăрар. Кан. Ку кооператив халăха çавăрма (привлечь) пĕлменнинчен килет. || Ловко говорить, говорить обстоятельно. N. Халĕ вĕсем вĕсене хирĕç пит аван çавăрса çыпаçтараççĕ (ловко отвечают на выпады их). ТХКА 58. Ăслă, тăнлă çынсем аван, сăмаха çавăрса, ырă кăмăллă калаçнине илтсен, илемлетсе шăнкăл-шăнкăл шыв юхнă пек шăкăлтатса, кăмăла-чĕрене пусарса, лаплантарса, пит ăслă, вырнаçуллă, çыпçуллă çырнине вуласан, калаçнине илтсен, ах, вара, çавра-çил пек, ман шухăш кĕвĕçпе явăнать. КС. Ăна хирĕç лайăх çавăрса хучĕ. Ловко отпалил (ответил) ему. N. Çавăрса калаçаймаçт. Шемшер. † Йори килтĕм çак хоçа патне, çавра-çавра поплеме. Конст. чăв. Çапла сан пек çавра-çавра каласа ăнлантаракан пулнă пулсан, капла пулас çукчĕ эпир, терĕç. Лашм. † Пĕчĕкçĕ çĕлĕк, çавра çĕлĕк, çавра-çавра ларта пĕлмерĕм; çак тусăм килсен, çавра-çавра калаçа пĕлмерĕм те, калаçа пĕлментен сивĕнчĕ. || ЧП. Выртрăм, ăйхăмсене çавăраймастăп (не могу уснуть) || Спеть куплет. Кильд. † Пĕр çавăрса илсе пĕр юрлăтăм, ăшăмра мĕн пуррине калăтăм. Кĕвĕсем. Чĕкеç килет сассипе, çавăрса юрлать юррине. || Уплетать. Кан. Нимрен ытла, кĕселе атте юратсах çавăрать. || Иногда выражает силу, ловкость, законченность действия. СТИК. Çавăрса çырт, укусить.

çавăрăн

çавăрн, çаврăн (с'овы̆ры̆н, с'авы̆рн, с'авры̆н), вертеться, вращаться. Чураль-к. Ылтăн пахчара — ылтăн тенел; ылтăн тенелте — ылтăн урапа; çав урапа епле тенел тавра çавăрнать, çавăн пекех çав хĕр ăшчикки çав ачашăн çавăрăнтăр. (Из наговора „хĕрсен пуçне çавăрмалли“). N. † Çӳлĕ ту çине арман лартрăм çиле хирĕç çаврăнма; кăçал пире, килес çул сире, тĕнчи çапла çаврăнат. Ск. и пред. чув. 11. Вутăн йĕри-тавра старик выртать çаврăнса. || В перен. смысле. Альш. † Ай-хай çинçе пӳçĕм, çамрăк кăкăрçăм: çаврăнат-çке купăсăн майĕпе. IЬ. † Кĕмĕл çĕрĕ, ахах куç, çавăрнат пурне майĕпе, ай-хай пуçăм — çамрăк пуç, çаврăнат хĕвел майĕпе, ах кăкăрçăм çамрăк кăкăр, çаврăнат купăс майĕпе. Синьял. † Вăта пурнери кĕмĕл çĕрри пурне майпе çавăрнать; йăс шăнкрав пек сассăм пур, купăс майĕпе çавăрнать. || Повертываться. N. Юрă сассипе хула çавăрăнса ларассăн туйăнать. N. Ку кашкăр хăш енне хăвăрт çавăрнайманнине, вĕреннĕскер, пĕлнĕ пулнă. N. Ку пĕрре çапат, тет те, тепĕр енелле çаврăнса ларат, тет (изба). N. Ман енелле çаврăнса тăр. Шорк. Малтан хăй, окçа çок тесе, йĕрет, кайран эпĕ окçа паратăп: ме, ил, тетĕп, вăл манран çавăрна тăчĕ. Сам сначала плакался, что денег у него нет; потом я ему предлагаю, а он взял да отвернулся от меня (выражение недоумения, неожиданности). N. Çаврăнса кайтăр! Чорт с ним (чтобы его перевернуло). || Кружить. С. Айб. † Ĕнтĕ çил çаврăнать, çил çаврăнать; çĕмĕрчипе хăви авăнать. Юрк. † Шурă Атăл хĕрринче шурă хăйăр, паян çаврăнса çуна юр пекех. N. Сасартăках пĕр ушкăн вĕлле хурчĕ вĕçсе пынă та, ун тĕлĕнче çаврăнса тăра пуçланă. Альш. † Улăхрăм çӳлĕ ту çине: тир хуранĕ вĕрет çаврăнса. Вĕрет, вĕрет, çавăрăнаймаст, ман кăмăлăм сиртен тăранаймаст. || Кружиться (о голове). НТЧ. Вăл çапла, çиес килет тесе чарăнсанах, манăн пуç çавăрăнса кайрĕ (закружилась). Курм. Шывра çапла шухăшласа тăнă çĕртрех пуç çаврăнса килчĕ те, весерле кайрăм-ӳкрĕм. Баран. 56. Аялалла сирпĕнсе аннă чух ик-виç хут вĕл-вĕл çаврăнса илнĕ те, лаши-мĕнĕпе вĕçлĕ чул çине пырса çапăннă. Кĕвĕсем. Пĕр çырмасăр шурă хут варланмас, пĕр шухăшсăр çамрăк пуç çаврăнмас. || Свертываться. Çутт. 68. Чĕрĕпсем хăранипе иккĕш те йăпăр-йăпăр çăмха пек çавăрнса выртрĕç. || Объехать, обойти. НТЧ. Чĕнсе çавăрăнсассăн, киле тавăрăнать. Когда объедет всех с приглашениями, возвращается домой. N. Эпĕ çĕр çинче çӳрерĕм, пĕтĕм çĕре çавăрăнтăм. Ага 70°. † Утлан утланасса, ай, сар утна, çаврăн Хусанах та хулине. М. Сунч. Вара пур юмăçсем пухăнса ял тавра хĕрсене сухаласа çаврăнма хушрĕç. С. Айб. † Кĕçнерникун çунă юр çинче йĕс таханлă ут йĕрри пур. Йĕс таханлă ут йĕррине йĕрлесе, çеçен хирте виççĕ çаврăнтăм. N. Пĕре йăвăç (или: пӳрт и пр.) тавралла çавăрнтăм. Я обошел раз вокруг дерева (или: дома и пр.). || Сделать круг. Изамб. Т. Йĕкĕт тепĕрре çавăрăнчĕ те (на пашне), ашшĕпе пĕрле апат çиме ларчĕç. || Ворочаться (о лежачем). Рак. † Хамăр савнă туссем те ăсăма килсен, кĕске çĕре виççе те халь çаврăнатпăр. || Кружиться (о суводи). N. † Наратла çырми — çич çырма, çич çырмара çич кукăр, пĕрех кукăр çавăрнать. Кан. Хăвăртрах çавăрăнакан кукăрсенче, пур çĕртепе пĕрех, шыв тăрать. || Развеваться. Альш. † Ман пуçăмра хрансус явлăк уйăхран çӳле çаврăнтăр. || Окружать. Шемшер. † Хора порçăн пиçиххи пилĕк тавра çавăрнать: воник çыххи — ал çыххи, аллăм тавра çавăрнать. || Катиться. С. Дув. † Хура вăрман виттĕр тухнă чух, çавра çĕлĕк юлчĕ çаврăнса. Трхбл. Шăл урайне, тантăш, тасарах, кĕленче çăмарта çаврăнтăр. || Размахиваться. Буин. † Çаврăнайса утă, ай, çулмашкăн çави аври вĕрене пулинччĕ (вар. çави аври кирлĕ вĕрене). || Обращаться. Собр. † Вĕрене курка сарă курка нумай çаврăнчĕ аллăмра. || Быть около (кого), вращаться. Изамб. Т. † Пĕчĕках та пĕвĕм, çамрăк чĕрем, çаврăнайинччĕ сирĕн умăрта. || Возвращаться периодически. Рак. † Атте-анне килĕнче (вар. килне) хăна пулар (вар. пулар-а), уйăхпала (вар.-палан) хĕвел пек çаврăнса. Хурамал. † Эпир вылясси-куласси çулталăкра çавăрнать (возвращается через год). Альш. † Пятам, пянам килне хăна пулăр, уйăхпала хĕвел пек çаврăнса. || Приходить обратно, возвращаться. Альш. Ĕмĕр пулсан, çаврăнăпăр, хĕвел пекех çаврăнса. N. Хĕвел епле çаврăнат, эс те çавăн пек киле çаврăн. N. Çак çăкăра çиме тепĕр хут темиçе патша (= патшалăх) урлă, аслă шывсем урлă çаврăнса килсе çимелле ту. Эй сĕт кăкăри, пилле! теççĕ те, вара ывăлĕ амăшин кăкăрне: кăкăр сĕчĕ, пилле, çавăр! тесе чуптуса илет. (Салтак ăсатни). Б. Яныши. Пăртак тăхтасан, çомăр каллях çавăрăнса пирĕн çиялла пура (= пыра) пуçларĕ. || Вернуться домой (напр., из похода). || Приходить, наступать (о времени). Толст. Чăнах та çав вăхăт çавăрăнса çитнĕ. || Обвиваться. Альш. † Çĕр çырлисем ӳснĕ чуне тĕрлĕ курăка çавăрăнат. Ib. † Çĕр çырлисем ӳснĕ чухне тĕрлĕ курăкпа çаврăнат. || Превращаться. N. Ăна сут тунă чух, вăл айăпланса тухтăр, унăн кĕлли çылăха çавăрăнтăр. N. Çĕр çинчи чечек çынна çавăрăнĕ. N. Шыв юна çаврăннă. || Переходить (во что). Юрк. Тытăннă калле тутара çаврăнма (переходить в татары). Баран. 165. Çурçĕр енелле кайнă çемĕн сăрт тинĕсленсе пырать, тӳрем çĕре çаврăнать. Ib. 100. Чипер пăхса ӳстере-ӳстере, начар йăхах авана çаврăнса пырать. || Уходить обратно. Панклеи. Пĕр опи çавăрнса карĕ (ушел обратно). N. † Туйăма курма килнĕ тăшманăм çаврăна туха кайтăр-и? Хир-б. Мирон шарламарĕ, эпĕ шутларăм: ку çавăрăнса каять пулĕ, терĕм (я подумал, что...). || Перемениться. N. Çанталăк сивĕрен улшăнса ăшă енне (çур енне) çаврăнса пырат. N. Тĕнче çаврăнат çав вăл. Времена переменчивы. || Итти окольною дорогою. Альш. Çула хиртен каяççĕ, типĕ çулпа çавăрăнса. Ib. Эсĕ çавăрăнса-çавăрăнса кай (кружным путем). N. Çав çын трахтир паччĕн, арман паччĕн çавăрăнса çитеччен, лешĕ ун валли пӳрт тутарнă, лаша, ĕне, сурăх, качака илсе панă. N. Леш тĕл пулнă çын каллех таçтан çавăрăнса ун умне тухрĕ, тет. || Расположиться, стать благосклонным. Юрк. † Ютран тунă тус час çавăрăнмас (не скоро расположить его к себе). N. Чуптумасăр хĕр çаврăнмĕ. Микушк. † Сирĕн кăмăлăрсем пит пысăк, вунă сăмах каласа çаврăнас çук. Тим. † Пирĕн савнă туссенĕн кăмăлĕ пысăк, курса калаçмасан çаврăнмас. Пазух. Çумăр çăвать — йĕпетет, хĕвел пăхать — типĕтет; пиртен тантăш сивĕнет, кайран хăех çаврăнать. Тайба-Т. † Кĕмĕлех те çĕрĕ ахах куç, çавăрăнат-ĕçке çыру майĕпе; пирĕнпе те тантăш, ачасем çаврăнат-ĕçке уллах майĕпе. || Поддаваться уговорам, соглашаться. Ильмово. Вара каччи çаврăнать те, хĕрне курасшăн пулать. Потом жених соглашается и высказывает желание повидать невесту. Альш. Çавăрăнĕ-ха çапла тусан, капла тусан. || Увлечься. N. Во час çавăрнать. Её легко увлечь. || Перестать сердиться. Шибач. Эп никçан та çавăрăнмастăп (не откладываю гнева, не перестану гневаться, сердиться). Кан. Кашкăр çилли çавăрăнман, çавăрăнма та шутламан. Ib. Неушлĕ, ниепле те çавăрăнмĕ (не простит)?... Хамăрăн вĕт... Чем люди живы. Çавăнтах ун çилли çаврăннă. ЙФН. Ват çын сăмахĕ час çавăрнмасть. (Может значить: 1) не ясно говорит, 2) не скоро проходит гнев). Синьял. † Эп савнинчен сивĕнтĕм, калла çавăрнать ан тийĕр (т. е. мое расположение не вернется). || Быть красноречивым (о речи). Альш. Авă, эсĕ ватă çын ватă çынах: санăн чĕлхӳ-çăвару çавăрнать мĕн каласне, епле каласне (т. е. ты знаешь наговоры). N. Чăваш юрри вырăнне çавăрăнман чĕлхе-çăварпа вырăсла юрлаççĕ. || Выводить мотивы. Çатра-Марка. † Симĕс пĕкĕ авăнмаç, çамрăк кăккăр çавăрнмаç (юрлаймасть). КС. † Юрла пĕлмен кăккăр çаврăнмĕ (грудь не выведет мелодий). Ib. Кĕсле çавăрнмасть, кĕвĕ лайăх тухмасть (не точно производится мотив). Юрк. † Симĕс пĕкĕ авăнмĕ, турти çумне çыпçăнмĕ; пирĕн çамрăк кăкăр çаврăнмĕ, ватă çумне çыпçăнмĕ. N. † Мĕн çамрăкран хуйхă курнăран, çавăнпа кăкăр çаврăнмас. Ск. и пред. чув. 26. Манăн кăкăр çавăрăнмасть, пысăк хуйхă курнăран. || Навиваться, виться. Юрк. † Пирĕн хирĕн варринче çаврăнса ӳсет пĕр тулă. Ib. Унăн кăтрисем çаврăнса ӳснĕ, явăнса ӳкнĕ. || Строиться. Микушк. Эпир кĕнĕ кил-карти, эпир тепре киличчен, хула пулса çаврăнтăр. (Такмак). || Переходить на чью сторону (метаф.). Юрк. Аптăранă енне, халтан кайнăскерсем, тытăннă лешсем енне çаврăнма (они). || Побывать. Альш. Ан хĕс куçна, хамах пĕлеп, çаврăнăп-ха каçпарах. || Пребывать. Микушк. † Эпир ларнă вырăна хĕрт-сорт ларса çаврăнтăр. (Такмак). Собр. Пĕчикçеççĕ, çап-çаврака, пӳртрен пӳрте кĕрсе çӳрет, нихçан та çаврăнса тухаймас. || Заниматься. N. Çу хута терлĕ-тĕрлĕ ĕçпе çаврăнса пурăнса эпĕ, Петр Алекçейĕвичран урăх нимĕн çинчен те ыйтса пĕлеймерĕм. || Удосуживаться. Тим. † Çырла пиçтĕр аллăм çаврăначчен (пока я удосужусь). || Накопляться (о делах). Альш. Праçник тесен те вăл хăйĕн ĕçĕ çавăрăнса килекен тĕлте, е пĕр ĕçрен тепĕр ĕçе тытăннă чух, пулан праçнике кăна калат, е пĕр-пĕр тĕлтен пурăннă пурăнăçра пĕлме кирлине кăна астăват. || Беспокоиться. Чураль-к. † Чун савнине курмасассăн ăшчик вăр-вăр çавăрнать. N. Хамăра тохса кайнине шотласан, питĕ ăшчик çавăрнать. Абаш. † Калла-малла шотласан, ăшчик вăр-вăр çавăрнать. N. † Ай-хай çамрăк пуçăм, айван ăсăм, çавăрнат-çке шухăш майĕпе. N. † Шукăшла-шукăшла ларсассăн, шукĕшĕ майпе пуç çавăрнать. || Употреб. в качестве вспомог. гл. Çутт. 143. Шăшисем хуппине йĕри-тавра кăшласа çавăрăннă. Абыз. Качча тухакан хĕр каларĕ, тит: атте, эп пĕрер курка парса çавăрнам-ха, тит.

çавăрăнса кил

забрести (сюда). Ходар. Çак шатра таçтан пирĕн киле те çавăрăнса килчĕ. || Возвращаться, вернуться после долгой отлучки. С. Айб. Виçĕ çултан çавăрăнса килейĕн-и?

çаврăнса пыр

обходить кругом. Микушк. Мăн-кĕрӳ вара такмакпа çаврăнса пырса калать çак сăмахсене.

çак

(с'ак), вот этот. Сĕт-к. † Ах-чах, ах анчах, ача вăййи çак анчах. М.-Чолл. Çак çулпа кайсан, лаши вилет, çак çулпа кайсан, этеми вилет. Регули 1468. Çак кĕнекепе çав кĕнекене иккĕшне те эп çыртăм. Ib. 627. Çак кĕнеке манăн. Орау. Ку лашана çтан илнĕ çак эсĕр? (если видеть в первый раз). Çак лашана çтан илнĕ çак эсĕр? (если давно видит лошадь). Пĕлесшĕнччĕ (давно хотел спросить), нимпе те ыйтимастăп çавна. СТИК. Çак çăраççие уç-ха. Алших. † Çак хăтан хапхи тăрринче аçа-тăрна кăшкăрат; çав хăтан хапхи тăрринче ама-тăрна сасси пур; çавсем иккĕш пĕрле пуласшăн кăшкăраç. N. Çакна çи те, çĕр çуна вут кас, теççĕ. (Послов.). || Он. Кн. для чт. I, 6. Эпĕ вулама та пĕлетĕп, тенĕ çак. || В этот самый (раз). Торп-к. Эпĕр юмах пĕлекен çынсем мар, çак килнĕ чухне çул çинче, пĕр вар пуçĕнче, пĕр арăм йытă çурине ĕмĕртет. Орау. Çак иртнĕ çĕрпе виçĕмкун каç эпĕ пĕр вăхăтрах икшер хут вăрантăм. Альш. † Нумайранпа çак касра хĕрсемпеле вылярăм. || N. Онта-и çак? Там что ли это? (раздолье). N. Инке, тетĕп, эсĕ çырăва вĕренни çак? тетĕп. Ачач 14. Анне! Иртри халь ыратни? тесе ыйтрĕ ача сасси. Амăшĕ вара çемçен кăна кулса кăтартрĕ: ах тур эсĕ, ывăлăм... Хăвăн аннӳне çамрăклах хĕрхенме пĕлетĕн çак, терĕ. Орау. Чуну пур-и çăк санăн? Ачу макăрнине илтместĕн (говорит муж, когда мать спит, а ребенок плачет). Н. Сунары. Пĕр ырхан кашкăр ял таврашĕнче çӳренĕ чухне, мăнтăр йытта курнă, тет.— Йытă тус! эсир апат ăçтан илетĕр çак? тесе ыйтать, тет. N. Мĕнле тĕлĕк курнă çак эсĕ, ачам?

çак таранччин

çак таранччен, до этого времени, до сих пор, до такого позднего времени. Сред. Юм. Çак таранччин çывăрмалла-и сан паян, тăр часрах!

çак хушăра

в этот промежуток времени. N. Çак хушăра пирĕн ку ĕçе туса пĕтермелле.

çак

(с'ак), вешать. Абаш. Çӳçĕнчен поталăхран çакнă. Повесили (его) за волосы к потолку. Ал. цв. З. Çав тимĕр алăк çăри уççисене патша хĕрĕ пиçиххийĕ çинче çакса çӳрет. Ишвк. Старикки пĕр юмантан токмак çакса ячĕ те, токмак çилпе силленсе йоман çомне çапăнать. N. Ялавне питĕ васкаса кăларса çакнă ку! Кто-то („этот“) что-то уж очень поторопился вывесить флаг. Ала 19° Виçĕ чĕлĕ ил те, юлашкине йывăç туратĕнчен çакса хăвар (сухари). Альш. † Ĕнтĕ ятăр кайнă, чапăр кайнă кĕмĕл çакнă хулана. (Вероятно, описка вм. çапнă, где чеканят серебро). N. Витре ăшне курка çакаççĕ. || Начать варить в котле. СТИК. Вут чĕртсе, хурана çакса ятăм. Затопил очаг и поставил похлебку или что-нибудь другое. (çакас имеет в этом случае смысл не повесить, а начать варить, напр.: яшка çакрăн-а-ха? (Начала варить?) Сиктер. Вут чĕртсе хурана çакса яраççĕ. || Носить. Чăв. й. пур. 24. Вăл вăхăтра унăн çине çакмалăх та тумтирĕ пулман. N. Ĕлĕк хĕрарăмсем кĕмĕл çакса çӳренĕ. || Водить. Рак. Лешне хупа пĕрле илсе тухмарăн-ам? — А мĕн çакса çӳрес ăна кунта илсе туха... || Посадить (на спину). Букв. 1908, 17. Катуç чăлхине хывнă та, Маруçа çурăм хыçне çакса шыв урлă каçара пуçланă. || Байгул. Чăхă улăм пĕрчи çаксан, çын вилет, теççĕ. (Примета).

çаккала

учащ. ф. от гл. çак. Орау. Тумтире тула кăларкаласа çаккалас пулать (время от времени надо проветривать). Ib. Вăсем тумтирсене тула кăларса çаккалаççĕ курнать. Шурăм-п. Эпĕ пите çукаласан, мĕн кирлине çаккаласа ярсан, пӳрте кĕтĕм.

çактар

понуд. ф. от гл. çак.

çакă

(с'агы̆), этот, эта, это. Çакă (= çав+ку) отличается от ку тем, что ку выражает простое указание, çакă — усиленное. Пшкрт: с'аҕы̆зам, эти. Ск. и пред. чув. 80. Акă туй та çакă туй, пысăк туй та пăсăк туй. Орау. Санран çакă та хăрамаçть! тесе каларĕ, тит. || Такой. Изамб. Т. Ывăла авлантарнă чухне çакăн пеккисенчен питĕ хăрушă. См. çак.

çакăмпа

(-ба), то же, что çакăнпа (тв. п. от местоим. çак). N. Çакăмпа ĕçсе-çисе кай (= çак çимĕçсемпе тăранса кай; говорят на поминках).

çакăн

род. п. от местоим. çак, этот.

çанталăк

погода. См. çавăнтавлăк. Çамр. Хр. Çуркунне йĕпе çанталăксем пулаççĕ. ТХКА З. Çанталăк пĕр килмест çав. N. Çанталăк уçă та типĕ тăрать. Погода бывает холодной и сухой. N. Ирхине хĕвел тохать — çанталăк ăшăтать, каçхине хĕвел анать — çанталăк сивĕтет. ГТТ. Çанталăк тӳрленнĕ, тӳлек çанталăк. N. Çанталăк йосо халĕ. N. Кунта çăмăр çăвать, çанталăк ирсĕр тăрать (грязь). N. Кунти çанталăксене çырап. N. Çанталăк сивĕ пулчĕ, мана сивĕ ленкрĕ (простудился). Анат-Кушар. Ай-ай, çанталăк темĕскер ăшăтмарĕ-çке. Что-то все стоят холода! Вопр. Смоленск. Хĕвел пĕлĕте ларсан, çанталăк йĕпене каять. Ib. Вĕтĕ çăмăр çусан, çанталăк авана каять. Н. Шинкусы. Çав вăхăтра çанталăк ăшăтнă пек пулнăччĕ. ЧП. Кăçал çанталăксем уяр пулчĕç. Баран. 101. Çанталăк ăшшалла кайсан. N. Калчана кайнă вăрлăха типĕ çĕре аксан та, вăл тикĕс, час шăтса тухĕ тесе, шанма çук, çанталăк уяра кайсан, калчана кайнă вăрлăха акни килĕшмест. В. Олг. Çанталăк сивĕтсерчĕ (= сивĕтсе ячĕ). Пшкрт. Çанталăк ояртат (оярат). М. Сунч. Çанталăк уяр тăрсан, чăвашсем çăмăр учукĕ тунă. Юрк. Вĕт çумăр çусан, çанталăк авана каят. Скотолеч. 19. Сивĕ çанталăкра, ăшă çанталăкра. В холодную, в теплую погоду. СВТ. Лайăх ăшă çанталăкра тула илсе тухса çӳреме юрать (ребенка). К.-Кушки. Çанталăк ĕеленсе кайрĕ, кайса килес, теттĕм. Разыгрался буран (зимою), а то я хотел было съездить. Регули 407. Паян (лайăх, сивĕ) çанталăк. Капк. Тулта çанталăк арçури пекех ахăрать (о вьюге). Орау. Çанталăк ахăрчĕ, настала бурная погода. Шибач. Çанталăк йосаннн. N. Çанталăк пăсăлса çитрĕ. О сохр. здор. Хĕлле пит сивĕ çанталăксенче. Шурăм-п. Çанталăк сухăмланат, становится прохладнее. Ib. Çанталăк ăшăтса кайнă пек пулчĕ. Орау. Çанталăкки çавăрнсах карĕ. Испортилась погода. Якейк. Çанталăк сивĕтсе праххăр ялтах. Стало совсем холодно. Ib. Çанталăк сохăмлатрĕ. Стало прохладно. Ib. Çанталăк мĕлле паян. Какая погода? Тораево. Ухмахăн амăшĕ ухмаха ырçа айне хупăрĕ, тет, çине сĕлĕ тăкăрĕ, тет, унта чăхсам ярчĕ, тет. Чăхсам тĕпĕртеттерсе çияççĕ, тет. Ухмах ырçа айĕнче: çанталăк тĕпĕртетет, тесе шухăшлат, тет. || Климат. Орау. Кунта çанталăк пит типĕ (здесь климат сухой), пĕр нӳрĕк те çук. || Страна. Пшкрт. Онта çанталăк пет йосо. Ib. Чоллă çанталăк, чоллă вырăн. Ib. Йот çанталăкра (на чужбине) çамрăк ăсна ан çухат. Ib. Çанталăкра корса çӳренĕ. N. Кунти çĕр тискер çанталăк. N. Çанталăк вĕçĕ-хĕрринчи халăхсене пурне те салам яратпăр. || Солнце. Шурăм-п. Çаксене пурне те хатĕрличчен çанталăк кăнтăрларан та иртсе каять. || Вселенная, небесное пространство, видимый мир, земной шар. N. Пулине хурана ятăм та, хуран мана çу пачĕ. Çуне çурта çутрăм та (засветил), çанталăк та çутăлчĕ (рассвело). Ал. цв. 6. Малалла кайнă çемĕн çанталăк кун çути пек çутăран çутă пулса пырать. Н. Сунар. Çанталăк, каç пулса, тĕттĕмленех-тĕттĕмленех пынă. Хорачка. (В поминки) çорта çутнă чоня калаччĕ: тĕттĕм çанталăкă çутă полтăр, рая ток! теччĕ. Ib. Çанталăк тытакан торă. Синьял. Икĕ пăт тулă пур, çанталăкпе акса çавăрнăп. (Куç пăхни). С.-Устье. Икĕ пĕрчĕк тулăм пур, çанталăк тавра сапса çавăрăнăп. (Куç). Н. Сунар. Икĕ пăт тулăм пур, çанталăка йĕри-тавра сапса çавăрнăп. (Икĕ куç). Собр. Çăл патне çитсен, хайхи ачасем: илме тухăр! тесе кăшкăрса каланă. Вара хайхи шыври ăстарик тухса илсе, аялти çанталăка илсе кайнă (увел в подземный мнр). Алик. Кайсан-кайсан, çĕлен çури çынна калать, тет: куçна хуп, çăварна кар! çапла каласан, çынпа çĕлен çури аялти çанталăка анса кайнă (в подземный мир). Ib. Çавна каласан, çынпа çĕлен çури çӳлти çанталăка хупарнă (на землю). Синерь. Иван аялта çӳрет, тет: пит аван, тет, çанталăк (под землю). Череп. Çанталăк = çут тĕнче, тĕнче. Янш.-Норв. Çак çутă çанталăк, этот свет, белый свет. Юрк. Çут çанталăк = тĕнче. Сорм-Вар. Корăкран лутра, çанталăкпа тăпă-тан. (Çул). С.-Устье. Курăкран лутра, çанталăка витĕр кайĕ? (Çул). ЧС. Ача çуралсан, унăн ятне эрне иртечченех хурсассăн, вăл ача ку çанталăкра нумаях пурăнаймаç. N. Çанталăка шăнăçами (= шăнăçайми) пусăк салам. Торп-к. Çанталăкра виççĕ çук. (Пĕлĕт çине хăпарма пусма çук, шывăн турат çук, кайăкăн чĕчĕ çук). Янтик. Пирĕн патăрти çын, Ишеке турра пуçапма кайнă чухне, Ишек панчи ялта чӳречерен шыв ĕçме ыйтнă, тет: çыннисем ак çапла каланă, тет, кăна: пуш мар хал), çанталăк сармалла, тĕнче пĕрмелле, лаç лартса чан çапса хĕр хухлетмелле, тесе каланă, тет. (Çанталăк сармалла = пиремеç тумалла; тĕнче пĕрмелле = кукăль тумалла; лаç лартса чан çакса = кӳме лартса хăнкрав çакса). Собр. Çăвăнчен çурта ятăм та, çанталăкĕпе сарăлчĕ. Альш. † Ама хĕрĕ пуличчен, ăмăрт-кайăк пулас мĕн, тăват кĕтеслĕ çанталăка (светлое пространство под землею) сарăлса вĕçсе çӳрес мĕн. N. Çанталăк çĕмĕрлсе анать пулĕ, терĕмĕр. Собр. Çанталăкри уйăхĕ пĕтĕм çĕре çĕр туса тăрат; уйăх çутă пулмарĕ, хĕвел çутă пулайрĕ. Ib. Çанталăкри хĕвел пĕтĕм çĕре кун туса çутатса тарат: çĕр çинчи халăх ăшăнат, çĕр çинчи тырпул пиçет те, тулат. N. Çурçĕр енчен уяр çанталăк килет. Ст. Чек. Çанталăк пĕрĕнсе çитет (собирается дождь). Н. Байгул. Тăваткăл шур тутăр вĕçтернĕ чухне уяр çанталăк пĕлĕт туртрĕ.

çапăн

(с'абы̆н, Пшкрт: с'аβы̆н), удариться, получить удар, ушибиться. ТХКА 51. Пите-куçа туратсем çапăнаççĕ. Çĕнтерчĕ 35. Çапăнса кайса сывлăшсăр пулса хăрлатса выртать. Коракыш. Çав тукмакки (колотушка) текех çилпе сулланса çапăнса тăнă. Çутт. 157. Йĕптăррисем: ай, ай, ай! тесе, ăçта çитнĕ унта çапăнса каяççĕ. Сĕт-к. † Вăрман виттĕр тохнă чох, çӳçе шулчи çапăнчĕ. Çӳçе шулчи полман мĕн, тăван сомах(х’) полнă мĕн. N. Каç лапка çинче çывăрнă чухне усал тĕлĕк курса хăранипе, çӳлтен персе анса, лаххана çапăнса, пуçне çĕмĕрнĕ. К.-Кушки. Ну, çаврăнса çапăнтăм та эпĕ виçĕмкун! Пĕçĕ халь те ыратса тăрат-ха. Пĕççе пĕтĕмĕшпех ыраттартăм. Ну и хряснулся же я третьего дня! До сих пор бедро болит. Все бедро отшиб. Пшкрт: с'аβы̆наҕан с'ын (падучая болезнь) таβаланат, таβаланат, ты̆рат та чирэрэк полат вара. || Стукнуться. Якейк. Хĕр-ача, арçын-ачая çорăм хыçĕнче йăтса пынă чох, арçын-ачин алли вĕçернсе кайнă та, çĕре пуçĕпе çапăннă. Девочка несла мальчика на корточках; руки у него оборвались и он стукнулся головою о землю. || Налетать, натыкаться. Цив. Çакăскер, ӳсĕр майĕпе лашине тытас тесе пырсан, лаши çумнех пырса çапăнчĕ. Коракыш. Кашкăрсем хăранипе йăвăçсемпе çапăна-çапăна тарчĕç, тет. || Прикасаться, задевать. Магн. М. 184. Виле туй çынна çапăнмантан, т. е. чтобы свадебный поезд мертвых не прикоснулся к живым... || Приставать. Альш. Вĕсем çынна çапăнсан, усал тăваççĕ. Ача-пăчана, пысăк çынна та çапăнат (т. е. иесем). || Шататься, шляться, заходить. В. Олг. Ста çапăнса çӳресе? Где шатался? Сред. Юм. Мĕн çапăнса çӳрен çак эс пôр çĕрте те, ниçта вырăн топмасăр? Ib. Çав килсе çапăнмас тем-ха паян, пӳрт орайне тасарах тытас. Çĕнтерчĕ 2З. Мĕншĕн килсе çапăннă вара кунта Илякка? Полтава 1ЗЗ. Украйнăри юр ăсти яла кĕрсе çапăнсан. || Утираться. Кан. Пырать те „алшăлли“ çине çапăнать. || Париться в бане. N. Марья мулча хутнă. Ашшĕ мулча кĕнĕ те, вĕри çапăнайман. Вара вăл Марйине: мулчине ыррăн чулĕ хĕрмелĕх хутман, тенĕ. ТХКА 24. Чăвашĕ хăй çăка милкĕпе, икĕ милкĕпе: ах, ах, ах-хах-хах, çăка çулçин мыскари, чĕке-тăвăн тункати; хури-мари сакайне, лăппи-лаппи тапкайне; çăка мунча шерпетне, икĕ алтăр ăшшине, ӳте-пĕве канлĕхне, çăтăл-çăтăл çăтăлăк, çăка çулçи мыскари, хурăн милки сиплĕхĕ; ах-ах, ах-хах-хах! тесе ӳпне-питне çаврăна-çаврăна лапка çинче çапăнать. || Печататься. Кан. Пирĕн 37-рен 4 листа ытларах çеç çапăннă.

çаптар

понуд. ф, от гл. çап. || Заставить стучать. Сред. Юм. Пôкан çаптарать. (Удары при гадании стулом). || Заставить отбивать (косу). N. Хăшĕсем пĕлтĕр çулнă çавасене тимĕрçе илсе кайса çаптараççĕ. || Наметывать (копну). Собр. † Утмăл купа утăра йĕкĕр капан çаптартăмăр. || Бить, сечь (розгами, кнутои), пороть. N. Пĕр ачине карта урлă каçнă чух хуçи уринчен ярса тытнă та, туртса антарса çапма тапратрĕ. Çаптарсан-çаптарсан, ачана киле янă. Симб. Атте вара мана çаптарма чарăнчĕ. Б. Яныши. Апи мана çаптарни. N. Çынсем ытла вĕрипе сивĕ шыва переççĕ, ачисем час кӳрсе килмесен, кайран çаптарса та илеççĕ (бьют). Ск. и пред. чув. 34. Тепĕре ури тупанне пĕççи айĕн çаптарса шатлаттарса илет те. N. Атте мана тата хытăрах çаптарчĕ (еще сильнее). Чăв. й. пур. 24°. Клавасем пырса пит хытă çаптарнă. Янтик. Çавăн матки паян ачине хытă çаптарчĕ. Скотолеч. З. Пушăпа çаптар (но тут же çап). ЧС. Вĕрентен тытса тăракан çыннисем луçа çавăта пуçларĕç, пĕри хыçалтан хулăпа çаптара пуçларĕ. БАБ. Амăшсем пит хытă тытса çаптараççĕ. || Бить масло (на маслобойке). Эпир çур. çĕршыв 28. Тата уйрăм кĕрпе çурмали арман пур, çу çаптармалли машшин пур. Пир. Ял. Пурте Çăл-пуçне çу çаптарма килеççĕ. || Парить (в бане). Орау. (Мулчара) Хветĕре çаптарсан, çан-çурăм канлĕ пулаканччĕ. || Набивать, запрашивать цену. N. Теçеттинине мĕн хакпа илетĕр? — тетĕп. Вунтăватшар тенке çаптарать. Ăçта кайса кĕрес тетĕн, илес пулать, тет. || Околачиваться. Янтик. Айта, çаптарса çӳрер-ха урам тăрăх. Ib. Наччас çаптарса килтĕм Иван патне. Ib. Ну паян кунĕпе çаптарса çӳрерĕмĕр хулара (погуляли весело, геройски, без всяких стеснений). || Придать ткани окраскою пестрый цвет. КС. || Сняться (в фотографии). К.-Кушки. Патрет (-рэт) çаптарса яр (карттăчкă çаптарса яр). Снимись и пришли портреть (карточку). N. Хам кĕлеткене çаптарса яратăп. || Обивать (чем). М.Тув. † Пирĕн Тумкă хула пек: тулне тутăр çаптарнă, ăшне ылтăн кустарнă, çулне чукун сартарнă. || Валять. Альш. Шап-шурă çăмран кăçатă эп çаптартăм. Ib. † Хура çĕленĕн тирне сӳсе илсе йĕпкĕн хура шĕлепке çаптартăм. С. Дув. † Хура çĕлен тирĕнчен хура шĕлепке çаптартăм. || Говорить смело, сказывать. Ст. Чек. Тутарпа вăл тутарла çаптарат, ирçепе ирçелле. Кан. Унтри çак сăмахсене çаптарнă пирки, ялсовет членне кĕме тивĕçлĕ çын мар. Ск. и пред. чув. 81. Хушăлкасен мăн-кĕрӳ, хăй такмакне вăл калать, хăй аллинчи сăрана тăка-тăка çаптарать. Слакбаш. Сăмах ункайĕпе çаптарат (или: çаптарса хурат). Задевает в речи попутно, проезжается (на чей-либо счет). Шурăм-п. Юмах та аван çаптарать (сказки сказывает). || Неосновательно возражать. N. Хăшин çинчен тӳрех: ним ĕмĕтленмелли те çукскер, тесе, çаптарса хунă. N. Сан пеккисемпе эпĕ калаçмастăп та! Тесе çаптарса хучĕ юлашкинчен. || Держать чью-либо сторону, стоять на стороне кого-либо. Тайба-Т. Хăй майлă çаптарат. Делает так, как ему выгодно. Кан. Пуянсем майлă çаптарма тытăннă. || Пропечатать, продернуть. Кан. Сан çинчен (о тебе) хаçат çине çаптарап. N. Тата каçет çине çаптарĕç. || Телеграфировать. N. Юпа тăрăнчипе çаптарса ярăр: ашшĕ сывмар, тесе. Трхбл. Телеграм çаптарас, подать телеграмму.

çаплалла

приблизительно в этом направлении. Якейк. Çаплалла кай. Иди вот в этом направлении. Изамб. Т. Çул çаплалла каят (приблизительно в эту сторону). || Так, таким образом. ТХКА 132. Карчăк калать çаплалла. Бес. чув. 17. Çак эрнене Микулай çаплалла иртерсе ячĕ. Альш. Хуран хăлăпĕнчи ырăсем çинчен ак çаплалла илтнĕччĕ эпир. Пухтел. Çаплалла. Вот так-то обстоит дело. || Таков, такой приблизительно. Беляево. Çаплалла вара асанне юмаххи. Вот что рассказала мне бабушка. (Так заключил писавший свое повествование). Альш. Кунти çынсем калаçнă тăрăх Сĕве çаплалла. Ib. Ак çаплалла ĕнтĕ Елшел ялĕ! Вот таково Альшеево!

çаплах

так же, таким же образом. Изамб. Т. Çаплах, çаплах, вĕтĕ те, шултăра та тăваççĕ. ЧС. Пирĕн атте эпĕ астăвасса çаплах чирлесе пурнатьчĕ. Чирлесен-чирлесен, тата хытăрах чирле пуçларĕ. Сюгал-Яуши. Çаплах тата хамăра çынсем тĕл пулаççĕ те, эпĕ калап: шкула каятпăр-ха, теп. N. Çав тĕлĕнмеле ĕçе çак çула çитиччен курманччĕ, кăçал халерă пулнăран çаплах асапланчĕç (= аппаланчĕç, с обрядами) пирĕн, пиртен инчех мар ялта. КС. Хăй начарланса карĕ (обеднел), эрекине çаплах ĕçет (беспрестанно пьет; если: çапах ĕçет — все-таки пьет. КО). Синерь. Шăши çур çул пурăннă, тет, сала-кайăк та çаплах килмеçт, тет. Шăшийĕ пит начарланса çитрĕ, тет те, пĕр пĕрчĕк сĕллине çирĕ, тет. N. Киле кайсан, перĕн пата çаплах кай, апипе попляса ларма. N. „Купеческий“ тиекен пароходсем анчах çӳреме май пур таран çаплах çӳресшĕн. || Такой же. N. Епле анчăк? тетĕп.— Çаплах, тет. О сохр. здор. Анчах ку ĕç чăнах çаплах-ши? — Чăнах та çавнашкал. || Всё, беспрестанно. Торп-к. Кашкăра тем чухлĕ тутлă çитарсан та, вăл çаплах вăрманалла, теççĕ. (Послов.). Альш. Куçсах тăмаллах мар та, курăксем аванах ӳсеççĕ те, çаплах та (все же) чăнкă аякки (у горы). Яргейк. Пуп майри çаплах ятлать, тет, пупа: кунтан мĕн тухать, (что из этого выйдет, вылупится) тесе. Панклеи. Хĕрĕ (падчерица?) ларма каясшăн полнă. Карчăк старика: çак хĕре еçсе хăвар-ха, старик! вăл çаплах каясшăн, тет. || Всегда. В. Олг. Ĕне сунă чохне çаплах пуркаланса турса (вертелась). Кан. Венăра (Австри) çаплах çĕр чĕтрет. В Пшкрт — çаплак.

çара-çан

голая кожа (напр., человека). П. Яндоуши. Альш. Çара-çан çине ан пăх; ӳт вăтанать. (Таса ӳтлĕ çынсем калаççĕ ăна, чтобы их не сглазили в бане). N. Арçын куç умне çара-çан халлĕн тăриччен, çак сурансем сурнине çаплах тӳсес.

çатăрма

(с’ады̆рма), трещотка. Шибач. Хорачка. Вервĕ касма каймалла шăматкон, çатăрма ямтăлас. N. Хурамана çӳхе хăма тăваççĕ те, çатăрмине тăваççĕ. (Вирĕм). N. Турă, çĕр çине çăмăр пар, ак çак çатăрма епле çатăр(тата)ть. Пшкрт. Çĕтĕк çатăрма! (Так ругают крикунов). Хорачка. Çĕтĕк çатăрма арăм çĕтĕлсе çӳрет. || Назв. растения (род мха). Трхбл. Çатăрма — хыр айĕнчи кăвак мăк.

çатăртаттар

понуд. ф. от çатăртат. Шорк. Орама тохсан, çатăрмакпа (трещоткой) çатăртаттарса каяççĕ (во время обряда „вирĕм“). N. Çатăртаттар (мелкая дробь при испускании ветров). || Жарить. Альш. Эсĕ, тет, пĕр пĕрчĕ çилкене те, тата пĕр пĕрчĕ хӳрене çатма çине хур та, тек çатăртаттар. Ау 88°. Эпĕ кирлĕ пулсан, çак хуре пĕрчипе çилхе пĕрчине çатма çине хурса çатăртаттар. || Скрести, царапать. Сред. Юм. Кошак чĕрнипе йывăçа тăрмалана чохне çатăртаттарать. || Щипать, драть, есть. Череп. Хăлхана çатăртаттаран. N. Амалĕ аллине çатăртаттара пуçланă та, вăл кăшкăра пуçланă. Лекарство стало есть ему руку, и он заорал. N. Ку амаль хытă çатăртаттарать. N. Çапла вĕсенĕн суранĕсене уксуспа тăвар сĕрсе çатăртаттарсан та, вĕсем хирĕç пĕр сăмах та каламан. || Драть (уши). Якейк. Холхуна çатăртаттарса ярсан, лайăх çынна охмах теме вĕренĕн! Вот нарву тебе уши, тогда станешь браниться дураком! Яргуньк. Çӳçрен çатăртаттарса ячĕ. Отодрал за волосы (так, что часть их вылезла). || Ухватиться сильно. N. Пĕр-пĕринчен çатăртаттарса тытнă та, сиккеленмеççĕ. Тет. Эпĕ лаша çилхинчен çатăртаттарса тытрăм. N. Çатăртаттарса тытнă та, нимпе те ямасть. || Есть жадно. N. Мĕн чул çатăртаттарнă, ун чул лайăх. Чем больше есть, тем полезнее для здоровья. || Двигаться быстро с шумом, с треском. Çутт. 154. Пушар вăрман тăррипе анчах çатăртаттарса каять. Панклеи. Арçури çавăнтанах, шĕшкĕсене сире-сире, çатăртаттарса иртсе карĕ, тет. N. Эпир вăрманта пĕр тарăн-вара, тата çитменнине чăтлăха, çатăртаттарса кĕрсе кайрăмăр. Тораево. Эсĕ мĕн çатăртаттарнă çемĕн шалала сик, тесе калать, тет. (Тилĕ улăм урине вут тĕртсе янă, кашкăр улăм ăшĕнче сурăхсем килессе кĕтсе выртнă. Тилĕ вара çав кашкăрне вĕрентсе калать). Толст. Çатăртаттарса пырсан, лашисем хăйсен ялне пырса кĕчĕç, тет. Орау. Хулана çатăртаттарса кайса килем-ха (быстро, с треском). || Быстро и ловко говорить („шпарить“). Моркар.

çатракалан

(-га-), сделаться сучкастым, ветвистым. Сред. Юм. Çак йывăç пĕр те ӳсеймес, тем çатракаланса ларать. Это дерево плохо растет, только вширь раздалось. || Путаться (о женских волосах, после бани). Шибач.

çекли

то же, что, çеклĕ, крюк. СПВВ. ЕХ. Çекли — пĕр-пĕр кукăр йывăçран япала çеклетсе явма тăваççĕ. N. † Çак ялăн кĕлетсен çийĕ анассăн туйăнать: и анас çук, анас çук! тăват кĕтессинче тăват çекли.

çеммипе

по мере того, как... КАЯ. Чĕлхеç вĕрнĕ çеммипе акка çинчи чир çак арчана кĕрсе выртать, теççĕ.

çемçет

(с’элз’эт’), смягчить. Орау. Пыр шăтăкне çемçетет çак сĕт... кăккăра çемçетет. Изамб. Т. Час-часах кĕрӳ халатне юри хывма ирĕк памасть, вара кĕрĕве тумлантаракан арăм чуп тăвать. Ул вара аллисене çемçетет. || В перен. смысле Кан. Хăйсен варлисемпе кăмăлĕсене çемçетсе ларчĕç. Альш. † Ырă тантăшçăм (çавă), хытă сăмах ан кала: кăмăлăмсе çемçетеймĕп. (Хĕр йĕрри). || Удобрять (землю). N. Эпир çĕре çемçетмешкĕн тислĕк (тирĕс) анчах мар, урăх япаласем те тăкатпăр. Кан. Тата, çарансене сӳресе, ун çине çемçетекен япаласем тăкмалла. || Ослаблять, опьянять. Орау. Тапак туртсан, пĕтĕмпех çемçетсе ярать, хуть те çавăнтах кукленсе ан. ||Избить. N. Ăна вăрăсем пиллĕкĕн тапăннă, тит те, пиллĕкĕшне те хăй пĕчченех çемçетсе хăварнă, тит (он им всем пятерым наклеил).

çепĕç

(с'эбэ̆с'), ласковый, мягкий, нежный. И. С. Степ. Çепĕç — „красноречивый, нежный, мягкий“. Юрк. † Савнă-ах та пуçăм, хура куçăм, калаçăрсам çепĕç чĕлхĕрпе. СПВВ. † Килекен тăванçăм килми пулчĕ, çавăраймăп-ши çепĕç чĕлхемпе. Ib. Çепĕç — çемçе: çепĕç чĕлхеллĕ, çепĕç калаçать, çепĕç тыткалать. Кан. Ха, епле вăл çепĕç. || Нежно. Чăвашсем. Çыннăн чунĕ тухсанах, часрах чĕрĕ çăмарта ывăтаççĕ, ăна хĕвел тухăçĕ еннелле ывăтаççĕ. Вăл çăмартана ак мĕншĕн ывăтаççĕ: çăмартана çĕмĕрлесрен хăраса епле çепĕç тыткалаççĕ, çын чунĕ те çавăн пĕк çепĕç пурăнмалла çĕре кайтăр, теççĕ. Çав çăмарта пек чысланса пурăнмалла пултăр, теççĕ. || Осторожно. Чăв. Ялĕ. Çи-виттине пĕр васкамасăр, çепĕç витме кирлĕ. СПВВ. Çăмартана çĕмĕрĕлесрен епле çепĕç тыткалаççĕ, çак çын чунĕ те çавăн пек çепĕç çĕре каймалла пултăр. (Говорят, бросая яйцо по смерти человека).

çерçи уй-чӳкĕ

назв. жертвенного моления. Стюх. † Чăпар куккук сассисем чăн Питравра чарăнать; ай-хай чунсем (так!), çак вăйă çерçи уй-чук каç чарăнать.

çын

(с’ын, с’ин), человек. См. этем. Вишн. 61. Çын чирлесессĕн, унăн варĕ, тата пыршисем çинĕ апата сывă çыннин пекех çĕртме (переваривать) пултараймаççĕ. N. Çын ăшне кĕрсе тохмалла мар. (Послов.). Н. Карм. † Ай-хай турă çыннисем, хырса çуса каймаççĕ хурисем! Хырса çуса кайсассăн, ман пуçсем ырă курмĕ-ши? Ала 54. Эпĕ çынсем çине тилмĕрсе пăхрăм та, вĕсем мĕнле çынне палларăм (понял, что это за люди). Орау. Унăн иккĕмĕш арăмĕ пит аван çын пулнă, тит. Ib. Çынни аван, умпа çăккăр çима пулать (гов. о женихе, невесте и пр.). N. Çынсенĕн пурин те вилмелле, эсĕ — çын, çавăнпа санăн та вилмелле. Все люди смертны; ты — человек, следовательно, ты смертен. Сред. Юм. Улмерен ôн пик çынпа çыпăçма тор ан хоштăр. Не дай бог вперед с таким человеком связаться. Сред. Юм. Пирĕн пик çынсĕм вилсе пĕтсен, пиртен вара вăниккĕн пĕр така пусакан пĕчик çынсĕм порнмалла, тет. Шорк. Çын латти те çук. Не похож на человека. Альш. † Ах, милиньккăй, Хусанăн кантурĕ, эсир иккен çыннăн матурĕ (вы молодцы из молодцов. Застольн. песня). Ib. † Чун савнине илмесен, ӳсес те мар çын пулса. Регули 1270. Çынсерен (çынтан) пĕрер сом паратпăр. Мы платим по рублю с человека. N. Çын ĕмĕлки те полмĕ. Сред. Юм. Çын сăнĕ тесе пит нăмайччен чирлесе выртса орăх сăнлă полсан, пит хăраса сăнран кайсан, калаççĕ. Якейк. Çын сăнне пĕтернĕ. Дошел до крайней нравственной испорченности. N. Эпир кунта çын сăнĕнчен тухрăмăр. Мы здесь потеряли человеческий образ. (Из письма чувашина, ушедшего на заработки в прежнее время). Ал. цв. 28. Халĕ тата, эпĕ çын сăнлă чухне, юратсам мана. N. Унтан вара аллине çуни (умывший руки) пĕр çынсăр пушă пӳрте кĕрет (входит в пустую избу, где нет никого). N. Эп çынсен умĕнче нихçан та тутарла калаçман. Я никогда не говорил публично по-татарски. (Çын умĕнче — значило бы „при людях“). N. Лайăх пĕлнĕ çынсем — 1) хорошо знакомые люди, 2) близко знакомые люди. Кан. Çынна пăхсан, пĕрне тин юрăхлине тупрĕç. N. Арăмĕ хирĕç тухнă та: ĕçлекен çыннусем ăçта? тенĕ. N. Шурса кăвакарса каяççĕ, вĕсен çын тĕсĕ те юлмасть (так что на них и лица нет). ЧП. Çынна çисе çын пĕтмест. Альш. Пукравччен Пукрав валли хулана кайса тырă сутасчĕ: укçа кирлĕ, теççĕ çынсем. Етрух. Тата сирĕн килшчикки (= кил ăшчикки) таса мар, сире çын пăснă (вас испортили), сирĕн уна тасаттарас пулат, тет. (Чăваш чирĕ). N. Çыннăнни пек, çыннăннĕ пек, похожий на принадлежащий человеку (или другому человеку). || Люди, общество. Ала 27. Кунта пĕр маях çын килет. Сюда все время люди приходят. Ау 10. Эпĕ лере ялан çын хушшинче пурăнтăм (все жила на людях, т. е. в обществе других). N. Çын çинче çын пек пулмасассăн: кам ывăл-хĕрĕ? тесе ыйтаççĕ. Н. Якушк. † Ах аттеçĕм, аннеçĕм, эсир ăçта — килĕрте, ачăр ăçта — çын çинче. Кубня. † Ялта савнă тантăш пулмасан, тухассăм килмест çын çине (не хочется бывать на людях). N. Çын çине тух, водиться, общаться с людьми. || Прочие люди. Собр. † Шухăшламан чух çын пекех (как все), шухăшла пуçласан, пуçсем çавăрнаççĕ. N. Вĕсем те, çынран юлас мар тесе (чтобы не отстать от прочих), тăрăшĕç; çул иртсе çӳрен куçне те çын ĕретлĕ курăнĕç. Емельк. Çынна çитмен çын. || Нередко передается по-русски словами другой, чужой, в смысле другой человек, чужой человек. N. Çынна усал ан сун, хăна йывăр пулĕ. Якейк. Çын çине шанать. Надеется на чужой карман. Çĕнтерчĕ 44. Вăл пур çинче çын айне кĕмĕп-ха, çын хури (= хурри) пулмăпăр. Пока он жив, меня никто не обидит. N. Тапак çынран анчах туртса пурнатăп. Я курю только чужой табак. В. С. Разум. КЧП. Эсĕ çавă сăмаха каламасан, ман çын мар вара (если ты не скажешь этого слова, ты для меня чужой). Г. А. Отрыв. Çын çинчи (вар. Çынти) — йывăç çинчи (т. е. до чужого горя никому нет дела. Послов.). N. Çын çинчи — йывăç çинчи: çыншăн çын кам васкакан пур? Сред. Юм. Çынтан илтнипе йăмахлать. Говорит только по слухам. Ib. Эсĕ шывва (= шыва) кĕме кайсан, эп те пырап, çынтан йолмастăп эп апла. Ib. Тар-чир çынтан çынна сикет. Тиф переходит от одного человека к другому. Ib. Килте ăсĕм те пирн пикех пôрнаççĕ те, çын çине тохсан, ăсĕм çын аллнпе кăвар туртаççĕ (чужими руками жар загребают), ôлпôт-хуçа пик çиç çӳреççĕ. Учите детей. Ачана хăнана та пит илсе çӳрес пулмасть, апла вăл çын тăрăх сĕтĕрнсе çӳреме вĕренет (привыкнет шататься на людях). Чăв.-к. Эпир çын хăюлă пулас çук, савнă сарă хĕре илес çук. N. Çак приккашчăк, ирĕклĕхе кĕрсе ӳкнипе, çынсен вăйĕ тăрăх анчах пурăна пуçланă. Собр. Çынăн (çыннĕ) картара теççĕ. (Послов.). Арçури. Çитмен пурнăç пирки-çке, çын куçĕнчен пăхатпăр. Ведь мы бываем в зависимости от других вследствие недостатков и нужды. Якейк. Çын корнă-корман карта тытса лартрĕ. Никто не заметил, хак поставил загородь. Ib. Çын сисиччен кил çавăрса лартрĕ. Никто не заметил, как он построился. Ib. Йăван çын сисиччен аланса пăрахрĕ (кăларса, вăрласа илни çинчен). Йăван аланнине (= авланнине) çын та сисмер. М. Тув. † Манăн савни ял урлă, калаçасси çын урлă (с ним или с нею приходится сноситься через других лиц). Сред. Юм. Çынна çисе çӳрет. Распространяет дурную славу о других. || Порядочный человек. Пазух. Эпир çынсем ăшне те халь кĕриччен, алăри ачасем те, ай, ар пулĕç. Ib. Кăвак кăвакарчăн, ай, çурчĕ çук, çын пек пулас тесен те, халь телей çук. N. Тавтапуç (сана?) çыру ярса тăнăшăн. Эсĕ çыру янипе эпĕ те çын пек пултăм. Нюш-к. Матки çын турĕ уна, теççĕ. Его сделала человеком (т. е. исправила) жена. Орау. Кăна тăхăнсан, çын манерлех пултăн, ĕнтĕ. Ала 70. † Аттепеле-анне канашлаççĕ, пире çын ĕретне кӳртесшĕн. Лашм. † Хуллен еррипе пурăнса, кĕрсе пулĕ-ши çын çине? С. Тим. Атте-анне пирĕншĕн мĕшĕн йĕрет?! — Çын тĕрлĕ çын çине кӳртесшĕн (хотят оставить нас после себя порядочными людьми). Бур. † Çынсем çинче çын пек пулам тесен, пирĕн турă панă телей çук. N. Хăвăн анкартинче тăватă капан тырру йăтăнса ларат, çапах та çын ĕретне кĕрсе пурăнаймастăн, тесе ларатăп хам ăшăмра. Изамб. Т. Çын евĕрлĕ пул. Веди себя хорошенько, как другие люди, по-людски. Сред. Юм. Çын пик лар! (Ачисĕне: чипер ларăр, тессине калаççĕ). N. Тĕрмене пăхса тăракансем çын евĕрлĕ пулчĕç; япаласем илсе пырсан, кӳртмеççĕ те: хушман! тесе çех кăçкăраççĕ. Собр. † Ай-хай, пуçăм, çамрăк чунăм, ыр çынсем тавра çаврăнать: ыр çын çине кĕрсе пулми? тет. N. Ман ача куккăшсем патне кайнă та, ăна, çын вырăнне хурса, лайăх пăхман, çавăнпа вара ман ачанăн кăмăл хуçăлнă (обиделся). В. С. Разум. КЧП. Хăй ырă çын пек утса çӳрет, хăйĕн ăшĕнче нимĕн те çук. Ходит как будто хороший человек, а у самого внутри пусто. Тим. Çын йĕркелĕ пурнас — жить по-людски. || Взрослый человек. СТИК. Çын кут çӳлĕш ӳсмен, пысăккисене хирĕç кăшкăрат, чĕлĕм туртат. (От горшка два вершка, а большим перечит, курит; говорят малĕньким детям). || Муж. N. Санăн çынну паян ирхине ста карĕ? Куда пошел твой муж сегодня утром? || Иногда обозначает мужчину. || Супруг или супруга. Собр. Ăна вара хăйĕн çынни тăват, тет (овладевает им). См. çĕлен. Ст. Чек. Çынпа çӳрет, знается с чужим мужем или женою. || Супружеская чета. N. Ĕлĕк пĕр вăхăтра пĕр ялта арлă-арăмлă çын пурăннă, вĕсем мĕскĕн çынсем пулнă. || Личность. Янгильд. Çул каякан çын карĕ ăнчах, Микита патне аслати çитрĕ те, калать: ма тăратрăн эсĕ вăл çынна? Вăл этем мар, вăл осал, вăл мантан вăтăр çол мăшкăласа çӳрерĕ. || О членах семьи. N. Исир çырнă: матку посылкă ячĕ, ашшĕ ячĕпе янă пулсан та ил эсĕ уна, тесе çырнă... Мĕле исир пĕлместĕр кам ячĕпе ярасса пĕр килти çын. || Хозяин. К.-Кушки. Айăп лашинче, çыннинче мар. Этому виною лошадь, а не ее хозяин... N. Çавăнпа чăвашсен те çынсеренех (в каждом доме), шкулра вĕренсе тухнă çынсем пулма кирлĕ. || Заказчик; посетитель. ТММ. Тимĕрçĕ çынсăр тăмĕ, арман çынсăр тăмĕ, юмăç çынсăр тăмĕ. (Поговорка). || Народ. Изамб. Т. Унта çын! унта çын! таçтĕлти те пур-тăр. Народу-то там! Со всех, поди, сторон. Юрк. Çăкăрсене, кулаçсене, хăпартусене, хуплусене, куклĕсене, пашалусене чăвашсем ытти çынсем пекех пĕçереççĕ. Толст. Вăл халăх çыннисем (эта народность) хăйсен чĕлхипе анчах калаçаççĕ. || Изображение человека, чучело человека. N. Юртан çынсем тăваççĕ. Сред. Юм. Ĕлĕк çын чирленĕ чухне киреметсĕне (киреметям) чустаран çын туса панă, тет. = Отпечаток человека. Сред. Юм. Çын ӳкерни. Хĕлле ачасĕм (таса йор çине лап выртса хăйсĕне йор çине ӳкереççĕ т. е. получаетс я отпечаток фигуры). || Житель. Хорачка. Перĕн Чикме çыньă первой тохса соха патне, Йӳрйӳрĕн эрне каран (спустя неделю после Юрьева дня). N. Кăшт калаçкаласан эпĕ ыйтрăм: вырăсла калаçма пит ăста-çке, ăçти çын пулатăн капла эсĕ? терĕм.— Чĕмпĕр кĕпĕрни, Пăва уясĕ, ялĕ Пăрăнтăк, терĕ. || Населенная территория. N. Кăрмăш çыньпе (с’ин’бэ) Етĕрне хошшинче. Между Курмышским и Ядринским уездами. || Употребл. в чувашизмах. Орау. Çынну (к нему) патне пырса перĕнеймăн: тумланнă, такăш тийăн. К нему и не подступишься: разодет, подумать, что невесть какое важное лицо. Шибач. Пĕр-ик эрнерен çын полать вара (чĕрĕлет). КС. Унта пурăнсан, çын пулат вăл (оправится). Ib. Эп ăна çын турăм (поставид на ноги). Чăв. й. пур. 35. Ăна кӳмесен çын пулаймĕ, кайран мана асăнăн, тенĕ. Альш. † Çын ăшне кĕрсе çитсессĕн (когда приду в возраст), мана атте уйăрать. (Хĕр йĕрри). N. Пур тăванĕсем те ăна чиртен чĕрĕлсе çын пуласса сунман. Изамб. Т. Мана, ик ачаллĕ çынна, кам илет. Кто возьмет меня (замуж), у меня, ведь, двое детей. Юрк. Арăмĕ, халиччен чей ĕçмен çын, тытăннă савăнса сăмаварне лартма. Янтик. Туйăм, туйăм, туй халăх, киле пырсан, çын пекех. N. Çын айне ан юлăр. Не давайте себя в обиду. ТХКА 82. Кĕçĕн ывăл пур ман, Ваньă ятлăскĕр, шкула каять вăл. Аслисем çын пулаççĕ ĕнтĕ.

çын тунă тымар

назв. раст. Рак., Кайсар. Çын тунă тымар (= çӳçлĕ тымар). Н. Седяк. Çын тунă тымар; çак курăк тымарĕ пĕр сажень каять çĕре, тымарне пылпа йӳçĕтсе чирлĕ çынна ĕçтереççĕ. Хурамал. Çын тунă тымар, назв. растения. Çавăн тымарне вĕретсе ĕçсессĕн, тухатмăш туни самайланать, теççĕ. Çав курăка: пĕр çĕртен пĕр çĕре куçса ларать, теççĕ.

çыпçăн

(с’ипс’ы̆н), приставать, прилепляться, прилегать. N. Утĕм-тирĕм шăммăм çумне çыпçăнса ларчĕ. Альш. Вăл пирĕн малти çаранлăхпа Хирти-Кушкăсен çыпçăнса каяççĕ лерелле Мертлĕ енелле, вăрманпа (Малăй картпа), Ес-кӳл хутлăхĕпе. Ib. Виçĕ ял пĕрле çыпçăнса ларат унта (вместе расположены, спдошь, под-одно). N. Страшникки, ăнран кайса, урапа çумне çыпçăнса тăрать. ГТТ. Ăçта та пулин пасар таврашне çыпçăнас пулать (пристроиться на квартиру поближе к базару). N. Хăш йытă пит çыпçăнать. Бгтр. Шăнасам хытă çыпçăнсан, çăмăр пулать, теççĕ. Могонин. Эпĕ турăран уйăрлатăп, киремет çумне çыпçăнатăп. Истор. Халăх та: патша авлансан тен ĕçе çыпçăнĕччĕ, тесе, авланасса кĕтсе тăнă. N. Мĕле те пулсан тăрăшăр çынсем çумне çыпçăнма. N. Чăрпуççисем çыпçăнса çӳреççĕ. || Прижаться. Изамб. Т. Эпир те хăранипе пĕр-пĕрин çумне çыпçăнатпăр. || Придираться. N. Анчах çак ĕçлĕ çын ыйта-ыйта çыпçăнмаллах çыпçăна пуçланă. N. Çак путеке ун çиесси килнĕ те, вăл ун патнелле çыпçăна пуçланă. || Соire. О сохр. здор. Тата хĕрарăмпа та çыпçăнас пулмасть.

çыр

(с’ыр, с’ир), писать. Янтик. Атте патне çыру çыртăм. Юрк. Çырса лараканни, ӳсĕрскер, ку çапла, мĕн каласса кĕтсе лараканскер, ларнă çĕртех çывăрса каят. Ib. Апла-капла çырмалла чухне мĕн çырмаллине вăл пӳртре каллĕ-маллĕ уткаласа çӳресе каласа çыртарат. N. Урăх ним çырма та пĕлместĕп. (Конец письма). N. Лашапа ĕнене сутнипе-сутманнине çырман. Орау. Виç уйăхчен кашни кун пĕрер сахат, икшер сахат киле-киле çыратьчĕ. Ib. Алли таçта аялалла çырса каять. Строчки сползали вниз. Ib. Пĕртте çырмасан кĕнеке вуланин нуммаях усси çук, пĕр маях çырнин те, кĕнеке вуламаçан, усси çук. КС. Çыранăнçи пек пулса ларать. Пытается писать. Бес. чув. 13. Акă, Керимулла, мĕн тесе çыраççĕ, терĕ те Микулай, çавăнтах вулама та тытăнчĕ. Турх. Сире те вĕсене çырманнипех çырмастăп (по той же причине). О сохр. здор. Кĕнекесем çине (в сочинениях) çыра-çыра хăварнă (об этом). Ала 2. Урăх нимĕскер те каласа çырма пĕлместĕп, айăп ан тăвăр мана. N. Манăн орăх çырмаллиях та çок. N. Çак пиçмона эсĕ ылтарлă çырнă (намеком, обиняками). N. Кона çыртăм питĕ вĕтĕ. N. Мĕн ыйтмаллине çырса пырас пулать. N. Уйăрса çырса яр (подробней). N. Вăрçă енне пит çырма хушмаççĕ. Баран. 59. Салтак пуçлăхĕсем вăрçăра чапа тухнине каласа çырнă кĕнекесем вулама юратнă. Ст. Чек. „Çырманах“ — выражает сожаление, укор, так как говорящее это слово лицо хочет (ему желательно), чтобы тот написал. N. Кайран малтан çыру-тăву пулмарĕ. || Чертить. Якейк. Йăвăç çине темĕскер çырнă (хăйăр çине çырнă). Шу çине темчол çырас тесен те çырияс çок. || Ткать решето. N. Ала сутна (у др. сутăн) илес çук, хамăр çырма пултаратпăр. || Заниматься канцелярской работой. Орау. Кантурта çырать (или: çырса пурнать). || Записывать. Нюш-к. Куна та çав Çеркей каланипе çырнă. И это я записал со слов Сергея. || Записывать в список. Юрк. Уччилник ачине (в ученики) çырмарĕç пулсан, юрĕ, терĕ (она). || Проводить борозду, пропахать межу. Виçĕ пус. 29. Çу каçиччен темиçе хутчен йăран çырса çумлаçа илеççĕ. ТХКА 15. Тырра йăран урлă каçса выракансем пирĕн ялта та пур çав. Ана пуçне кĕрсе çыраççĕ. || Резать воздух. Кан. Халь вĕсем унта та, кунта та, сывлăша çырса, кайăксем пек çӳреççĕ. || Предопределить (о судьбе). N. Этеме вилме çырнă. ЧП. Эпир те мĕн курасса, мĕн илтессе ларсаях çырнă пулĕ-тĕр туррисем. N. Пире çырнă хĕрĕсем. Юрк. Вăлах (т. е. пӳлĕхçĕ), чун çуралсан, пурăнăç çыраканни пулнă. N. † Пирĕн пуçа мĕн çырнине турăпалан пӳлĕх вăл пĕлĕ. Альш. † (Çавă) ятлă ачана ларчĕ-çырчĕ пĕр турă. N. Поçа мĕн çырнине корас полать. Микушк. Атте-анне чунтан саваймарĕ, турри пуçа ырă çырмарĕ (жалоба на судьбу). Ib. Турă пуçа çырни — çав пырать. Собр. Çиме çырман çăккăра çияймăн, çиме çырнă çăккăра шыв варĕнчен те тухса çийăн, теççĕ. (Послов.). Ст. Ганьк. Чун çуралса, чун ӳстерсе хурлăха çырмăсăнччĕ. Собр. † Аякран куртăм — вут çути, çитсе кураймарăм — хăйă çути. Çуралнă чухне çырнă ырлăхсене, ыйтса пĕлеймерĕм турăран. N. Пирĕн пуçа çырни хура вăрман урлă иртмĕ. Сред. Юм. Тор çырни полĕ-ха. Найдется, с которым судьба судила жить. (Говорят женщины, а также мужчины, не женатые). N. Кăçта ӳтĕм çĕрсе выртмала çырнă-ши? Ст. Шаймурз. † Савни-савни тиеççĕ, çырни-çырни пулмĕ-ха. ГТТ. Хăйне çапла çырнă. Такова его судьба.

çырă

письмо, писание. КС. Çак хут çыррине вуласа пар-ха. Прочти-ка это написанное. Панклеи. Шорт çапать те сĕм тăвать, катам пирĕ пек пир тăвать, хот çыри пек тĕрĕ тăвать.

çырăк

(с’иры̆к), ольха (дерево). N. Варта (в ложбине) ларан çырăк. БАБ. Тепĕр кун каçхине, хайхи мимĕре пĕçернĕ чух, хун çырăк вуттин кĕлне çурт тавра сапса çаврăнче: хăçан пиçнĕ çăмартана чăх пусма ларса чĕп кăларĕ, çавăн чухне çак кĕл карта урлă каçса çурта-йĕре пăсĕ, тьфу! тет. (Пăсташ тасатни). Ib. Çырăк, тĕнчере санран хăватлă йăвăç пулмĕ, шуйттан ытти йăвăçăн чĕлхине пĕлсен те, санăнне пĕлес çук, терĕ, тет. Çав халлап тăрах çĕнĕ пӳрт пураттарнă чухне алăк çине юри, пăсташ ан кĕтĕр тесе, пĕр пĕрене çырăк хурса хăвараççĕ. Тата ытти çĕрте те имлĕ теççĕ.

çыхлан

связываться, спутаться, запутаться; привязаться. К.-Кушки. Лашасем çыхланса тăнă (спутались). Виçĕ пус. Çĕре çĕнелме çăра ӳсекен, çыхланса тăракан тымарлă курăксем кирлĕ. Букв. 1904. Хам темĕн тĕрлĕ хĕпĕртенипе хăвăртрах тата (рвать) пуçларăм; анчах çырла нумайран алăсем çыхлана тăраççĕ, нихăшне татма пĕлмеççĕ. Кратк. расск. 24. Чĕлхисем çыхланнă-юлнă, нимĕн чĕнме те пĕлмен. Бюрг. † Тухăттăм-юрлăттăм сирĕн умма, чĕлхем çыхланасран хăратăп. N. Ачасем виçĕшĕ пĕр çĕре çыхланса çӳрекен пулчĕç. Юрк. Аллăм-урамсем пĕтĕмпе çыхланса çӳрерĕç, нимĕн тăвас килмес… N. † Сирĕн пурçăн хутри çыхланчĕ, пире çăкăр-тăвар çакланчĕ. N. † Кăвак лаша кăтра çилхе, çыхланаççĕ çилпеле. N. Йĕркесĕр çынсем хăйсем çăмăллăхĕпе çыхланĕç. Ст. Чек. Лаша çухалсан, сĕтел урисене çыхсан, вăрри çыхланать, тет. Изамб. Т. Шакăра пулăсем çыхланса тараймаççĕ. || Сlunibus coire. Вĕлле хурч. 5. Çак малтанхи кун сăрăпа тôл пулса çыхланаймасан (аçи пусаймасан)... N. Скопец тесе хĕрарăм çумне çыхланмалла мар тунă арçынсене калаççĕ.

- çи

уменьшительная частица, употребляемая в песнях вм. слов: çеç, çех, кăна, только. Г. А. Отрыв. † Хĕр-çи лайăх теиса (= теейсе) пĕр хĕр çумĕнчех ларас мар. Илебар. † Пирĕн кин-çи пуласси. Кильд. † Ати улĕ сарă ул, эпир сар хĕр шыраса çак-çи яла килтĕмĕр. N. † Ку-çи туя кайиччен, ут çитарма каяс мĕн. Синьял. † Хам пĕчикĕ пулсан та, хам-çи куçран пăхтартăм. КС. Иксĕмĕр-çи пĕрле пурăннă чух мĕшĕн пирĕн савăнас мар? Ала 30°. † Шуç-çи йĕвен кăмăльне чĕн-çи хăмăт тăхăнтартрăм; чĕн-çи хăмăт кăмăльне хура пĕкĕ эп кӳлтĕм. Собр. † Ачам, сана мĕн парам-ши: пĕр-çи карта лашам пур, сана халал пултăр-и. N. † Пирĕк инке ăçта-çи.

çитерме кай

ехать на кормежку, ночное. N. Каç пула пуçларĕ, тет, ĕнтĕ. Çак (он) пĕшкĕнсе пынине çитерме (на ночное) каякансем курчĕç, тет. Цив. Çитерме кайсан, пĕр ватă çынна лаша тапса вĕлерни.

çиеле кăлар

возвысить (что над чем), т. е. дать перевес. Ст. Чек. Хăй сăмахне çиеле кăларасшăн, ман сăмаха аяла хăварасшăн тавлашат çак манпа. Кан. Çав ĕçсене вăхăтра çиеле кăларса сирсе яма тăрăшмалла.

çи-витти

крыша, крышка, кровля, покрышка. Янтик. † Çĕр çĕклейми пӳртсен çи-виттине симĕс-кăвакпалан виттертĕм. Такмак. Çак хуçанăн хапхи юпи чукун (вар: чукăн), çи-витти кĕмĕл, хуппи кĕленче. Туперккульос 21. Вырăн çи-виттисем çинче. Токшик. Çурт çи-виттисем çинчен тумласем юхма пуçларĕç. || Покрывало. Лашм. † Сар çу чĕрессисем, ай, сап-сарă, унăн çи-виттисем çӳçелĕ.

çинче

(с’ин’ζ’э, с’ин’џ̌э), вм. çийĕнче— в, на (чем), на поверхности (чего). Качал. Йăвам çинче çăмартам, çăмартам çинче чĕпĕм пур. Регули 1120. Çĕнĕ сăхман он çинче (на нем) паян. Ib. 1117. Йăвăç çинче ларать. Ib. 183. Вăл киле килнĕ çĕрте, çол çинче, окçа топрĕ. Самар. † Ула-чăпар кĕпесенĕн шурри çинче, камăн алли витĕр тухнă-ши, çинче (= çинçе), пĕрти, пилĕклĕ, хура куçлă, камăн арки çинче йăванса ӳснĕ-ши? N. Пăрусем сĕлĕ çинче çӳреççĕ. Орау. Масар çинче унта-кунта анчах пытарнă вилнĕ çын тăпри тĕмисем курнаççĕ. На кладбище видно несколько свежих могильных холмиков. Ib. Масар çинче юр айĕнчен хĕлле пытарнă вилнĕ çын тăпри куписем туха пуçларĕç. На кладбище показались из-под снега свежие могильные холмики. Ib. Атăл çинче кĕпер тунă çĕртре ĕçлеççĕ. Четырлы. † Лаша вăйĕ пӳлмере, кристянсем вăйĕ çĕр çинче. К.-Кушки. Кам унта сăмавар çинче курăнат? Кто это там на поверхности самовара (т. е. отражается) Ib. Кам унта ларат сăмавар çинче? Кто это там отражается на поверхности самовара. N. Вăл (он) хăй сăнин кĕлеткипе куç-кĕски çинче (в зеркале) пăхакан çын евĕрлĕ. Шинар-п. Пӳртĕнче тăта вĕсенĕн алăк панче пĕрене çинче пĕр шăтăк пулнă. О сохр. здор. Вĕсен ырашĕ çинче тата пукра та нумай пулать. Собр. Çĕр çинче çуралать, вăт çинче тĕне кĕрет, шыва курсаннах вилет. (Тăвар). Б. Ильгыши. Йăви çинче çăмарти пур, çăмарти çинче мĕн пур? — Çăмарти çинче чĕпĕ пур.— Чĕппи çинче мĕн пур? — Чĕппи çинче йăпах тьыха пур. Никит. † Виç ял çинче виç варличчĕ, илес тени пĕреччĕ. (Солд. п.). Собр. † Ушкăн-ушкăн тупăлха, ушкăнĕ çинче пĕри шупка. N. Çав хуранта пăта çара çу, сĕт çинче пĕçереççĕ, çăмарта та нуммай яраççĕ. Кан. Укçа шăпах тавар çинче тăрать. Все деньги в товаре. Ib. Ытти заметкусем çинче вак ĕçсем çинчен çырнă. ТХКА 71. Вакун çинчех, тырă илсе тавăрăннă чух, атте вилнĕ, тет. N. Хирте пулă çинче тулли пучахсем те, пушшисем те пур. N. Эс янă пиçмо çинче çирĕм пус окçа илтĕм. Орау. Такана çинче пăрçа кустăраççĕ, те пăрçа куккăли тăвасшăн, темскер. Н. Карм. † Уйрăлнă чух эпир уйрăлтăмăр, кантăр çинче ӳснĕ пуса пек. Юрк. Йĕс кĕлетре шăналăк, шăналăк çинче сарă хĕр. N. Ыраш çинче çӳпĕ нумай... N. Ыраш çинче пукра пур. Ядр. Виçĕ кун халсăр выртрăм та, тăват кун çинче (на четвертый день) чĕрĕлтĕм. N. Икĕ кон çинче. N. Кайран вара ăричаксемпеле çапса аран виçĕ кун çинче (на третий день) вĕлерчĕç, тет, çакна. (Из сказки). СВТ. Шатра таврашĕнчи ӳт тăхăр кун е вунă кун çинче (на 8-ой иди 10-ый день) пит хытă хĕрелме тытăнать. N. Икĕ витре ĕçсен, виçĕ витре çинче (когда выпьют 2 ведра и принимаются за третье). Кан. Малтан шыв çинче ишсе пырать. N. Çăвĕпе сирĕн е хĕвел çинче, е çумăр çинче, е сивĕ çинче çӳрес пулать. || Над. N. Хĕвел: эп ир тохрăм та, каçчен çĕр çинче çӳрерĕм, тет. N. Калакла çăмарта çинă чухне çăмартана чашăк çинче тытса çияççĕ. N. Шу çинче кайăксам вĕçсе çӳреççĕ. N. Сĕтел çинче шăнасам вĕçсе çӳреççĕ. Якейк. Алăк çинче хонар çакăнса тăрать. Над дверью висит фонарь. Сорм-Вар. Хура хĕр сасси ял çинче (раздается над деревней, или по деревне). Торп-к. Ывăлĕсем пырса пăхнă та, алăк çинче шĕшлĕ тăнине курсан, çĕн çĕре витрех тарнă, тет. || При, при наличии. Сала 275. Анне çинче пурăнтăм шурă сĕт çинчи хăйма пек. Али 70°. Патшапала çанат ячĕ çинче аттепеле анне ячĕ пур. N. Эпĕ сан çинче ырă куртăм, халĕ эпĕ кин аллине юлтăм — йĕп çине юлтăм. БАБ. Вилле пăрахса кӳрше кайса çывăраймастăн вĕт. Хăрасан та пулин ун çинче (при покойнике) иккĕшĕ çĕр каçнă, тет. Сред. Юм. Пит чирлĕ выртакан çын выртнă пӳртре хăй сӳнтермесĕр ларсан: çинче ларнă, теççĕ. Сунч. † Атте-анне çинче пурăннă чух тивлетлĕччĕ пирĕи пуçăмăр. Полтава 11. Хамăр пурнăç пур çинче усал çылăх пулас çук. N. Сарă лашам пор çинче, пока у меня есть Савраска. N. Хăвăнта хастарлăх пур çинче ан ӳркен. N. Çак тĕрлĕ пулман пулă çинче унтн çынсем ялан пулă кăна çиетчĕç. Хора-к. † Тунти пасар пор çинче хĕр пăхмасăр илес мар; çак ял хĕрĕ пор çинче пер (= эпир) те арăмсăр порнас çок. || Из. Собр. Шыва витре çинче ĕçсен, çылăх пулат, тет. || Из-за. Ала 16. Çавă хĕр çинче вăсен тавлашу пулнă. Тораево. Кайнă чух вăл виçĕ усал такмак çинче тавлашнине курнă. Ib. Эсĕ пире сут туса пар, эпир çак такмак çинче виçĕ çул тавлашатпăр. Синерь. Вăл вĕсене каланă: ма эсир вăрçатар? — Вăлсем каланă: курăнман калпакпа курăнман атă çинче, тенĕ. || Иногда употребляется при обозначении времени. N. Вилнĕ çыннăн ӳтне ир çинче (на утро) пытармалла пулсан... N. Ир çинче каллах иртерех тăраççĕ те, уя каяççĕ. N. Авăн çинче кайнă (во время молотьбы). N. Данил вилчĕ авăн çинче. Истор. Пĕрре Владимир çывăрнă чух Рогнеда ăна кăшт кăна çĕçĕпе чиксе вĕлереймен, лешĕ çинче (во-время) вăранса çĕççине туртса илсе ĕлкĕрнĕ. || Среди, в. Кан. Çирĕм пилĕк ача çинче начаррисем те пулнă. Ачач 65. Кантуртан килнĕ хута çав кунах халăх çинче вуласа кăтартнă. N. † Ялĕ-ялĕнче хĕрĕсем каччă çинче палăрмасть; хамăр ялсан хĕрĕсем укçа çинче палăрмасть. Ау 269. † Тăват пилĕк пăрат (брат) çинче эпĕ кăна ытлашши. N. † Ах аттеçĕм, аттеçĕм, пилĕк чуну çинче эпĕ пултăм ытлашши. Турх. † Нумай ача çинче, ах, ӳсрĕмĕр, анчах пире ырă кун пулмарĕ. N. Ертел çинче пурте пулат. Альш. Çитмĕл тĕслĕ кун çинче çил-тăвăл кун килĕ. N. Халăх çинчи шута ăста пĕлекен çын сайра анчах. Собр. † Кӳрĕш-арăш çинче пурăнтăм, пĕр йăвари çăмарта пек. (Хĕр йĕрри). Ст. Ганьк. † Куçна шурă илсессĕн, хĕрсем çинче килĕшмест. || При названии городов и пр. на вопрос: где? Н. Сунар. Кам кайма охота çанти купир çинчи чипер Анастаçи ятлă хĕр сăнне исе килмешкĕн, уна çĕр тенкĕ парăпчĕ. (Из сказки). Панклеи. Вăсам çинчен Сорăмра мар, Кăрмăш çинчи чăвашсем, Самартисем те пĕлеççĕ. Ib. Сорăм çинче. Панклеи. Çакăнта мăн хола полнă. Çав хола çинче вăрçă тохса кайнă. Вăрçă тохсанах, холине çĕр çăтнă. (Из сказки). || На обязанности, на ответственности. Актăй. † Ĕçес, çияс хуçа çинче, пупляс, юрлас пирĕн çира. Угощенье на хозяине, а беседы и песни на нас (т. е. как бы составляют нашу обязанность). Ст. Ганьк. † Сакăр пирĕ — сарă сыппи, пилĕке çитми тусан арăм çинче. || О, об, относительно. N. Мĕн пур сăмахĕ — юмахĕ те пăрусем — вăкăрсем çинче анчах.

çинчен

вм. çийĕнчен — из. Çĕнтерчĕ З2. Кĕленче çинчен эмеле стаккан çине тăмлатать. Ала 16°. Атьăр часрах тухса тарар шыв çинчен, тенĕ (рыбаки). N. Эпĕ хам хаçат çинчен вуласа пĕлменччĕ, çынтан кăна илтнĕччĕ. Байгул. Эпĕ вăл кĕнеке çинчен пĕр сăмах хăвармасăр вуласа тухрăм. Альш. Ман ку сурăхсем çинчен хăшне пусмалла? ЧС. Вăл малтан кушилти çăмартасене сăват, ун çинчен кушил çĕклекене 25 çăмарта парат. || От. N. Вĕсемпе пĕрле киреметсене парне кӳме, е кĕлтума çӳремен; ку пурăнăç çинчен уйăрăлса çӳренĕ. || С, со. N. Сала-кайăксем анчах пĕр йăвăç çинчен тепĕр йăвăç çине вĕçсе çӳреççĕ. Моркар. Пăртак шăршласа пăхам ырнă çинчен (с устатку). || Через. ТХКА 91. Ваçли кӳме çине тăчĕ те, уй-хапхи çине урлă хунă кашта çинчен ялт сиксе каçса, çав кӳме çинех ларчĕ. Сам. 73. Чипер этем çинченех унăн чунĕ путланчĕ. N. Çурăм хыçне икĕ хул-пуççи çинчен туттăр çĕлесе çакаççĕ. Баран. 109. Çĕр ĕçлекен ĕнси çинчен темиçе тĕрлĕ вĕçен-кайăк тăранса пурăнать. N. Пор çӳллĕ çĕртрен сиктереççĕ, сапорсам çинчен, карлăк çинчен. || О, об. Сборн. по мед. Уйăрăм пичетлесе хăйсем çинчен тата уйăрăм кĕнекелле тунă. Регули 113. Ĕçлес çинчен онта поплерăм. Ib. 1095. Вăл ялан чăвашсам çинчен поплет. N. Хĕр çинчен хĕр çиекен хăй те каччă аллинче. Ст. Ганьк. Мĕшĕн шавлат çав халăх: чăн çинчен те шавларĕç, суя çинчен те шавларĕç. Кн. для чт. 56. Эпĕ сан çинчен пит усал тĕлĕк куртăм. || По (чему). N. Тинĕс çинчен утса пыр. Çутт. 54. Тин çунă юр çинчен киле кайрĕç. || По, за (сколько). N. Вăтăр тенкĕ çинчен. N. Тенкĕ çурă çинчен, по 1½ руб. N. Ку сĕлĕ пирĕн аллă тăххăр çинчен кăна кайрĕ. Мы продали этот овес всего по 50 коп. N. Çăнăхне хăй 1 Т. 80 пус. çинчен илнĕ пулнă, парасса 2 Т. çинчен пачĕ. N. Сысна аш 2 пус çинчен сотат. N. 600 тенкĕ çинчен. Кан. Улăмне торки туса 4 тенкĕ те 10 пус çинчен сутрĕç. Альш. Çитмĕл пилĕк пус çинчен килĕшрĕмĕр (сторговались за 75 коп.). Арзад. 1908, № 42. Кăтюк инке пасарта çăмартине 2 пус çинчен 10 çăмарта сутнă. || Над. N. Куç çинчен пульăсем вĕçеççĕ. Сюгал-Яуши. Сасартăк пирĕн ял çинчен хура тĕтĕм тухрĕ. || По случаю. Тогаево. Пĕр çĕре пыçтарăнса ĕç пĕтернĕ çинчен ĕçрĕç. Микушк. Тата ура çине тăраççĕ те, турра сăхсăхса пĕтернĕ çинчен пуççапаççĕ. || При наличии. Чув. пр. о пог. 320. Аслати юр çинчен авăтсан, тырă пулмаст. Если гром гремит на снегу, урожая не будет. || Сверх, того, кроме того; сверх, в придачу. Чăв. й. пур. 25. Яккуне, çинчен укçа парсах, ратнике панă. Илебар. † Кĕштеклĕх те памасан, çинчен хамăр парăпăр. Регули 1529. Вăл пире ĕçтерчĕ, çитарчĕ, çинчен (çинчен тата) прер сом окçа пачĕ. Изванк. Тата çинчен ăштрав тутараççĕ, тата ăристанскине хупса лартаççĕ, N. Ĕçтерчĕ, çитерчĕ, çинчен (çийĕнчен) окçа пачĕ (сверх того). N. Пĕтĕм чун çĕкленсе каять. Ĕçлес мар çинчен ĕçлес килет. N. Пĕрре çапла тӳленĕ çинчен тата качака путекки парса янă. N. Тӳлев çинчен, сверх платы. || Поверх. Изамб. Т. Халат çинчен симĕс пиçикки çыхаççĕ. Утăм 20. Кĕпи çинчен жилеткă. ТХКА 50. Йĕвене атте сăхман çинчен пилĕке çыхрĕ. Альш. Çак хыçрисене пĕтĕмпе сукна çинчен кăларса яраççĕ (части украшения, висяшие на спине, выпускают поверх кафтана). || N. Эпир вăрçас çук çинчен мĕншĕн эсĕ çавăн чухлĕ халăха кăлăхах тертлентеретĕн? N. Ăна шанса пурăннă çинчен эпĕ аптăрамăп.

çивĕçлеттер

понуд. ф. от çивĕçлет. N. Çак хачча çивĕçлеттерес полать (мăкалнă).

çил

(с’ил’), ветер. Шумш. Çĕр çинче çил, вот, шу хăватлă, теççĕ. N. Ĕлĕк килте атей-апай калатьчĕ: кашкăр хăш ойăхра çилпе тăранать тетчĕç. N. Паян çил вăйлă. N. Çил çине кăларса, типĕтсе хур. Вынеси иа ветер, высуши и убери. Пухтел. Пĕр çил те çук. Совсем нет ветра. Изамб. Т. Кăçкăрсан та, çиле хирĕç (против ветра) нимĕн те илтмеççĕ. Ib. Пире çил майĕпе (по ветру) хыçалтан усĕр çын сассисем илтĕне пуçларĕç. N. Кашни конах ирсĕр çил тăратĕ. Ежедневно бывает сильный ветер. Сред. Юм. Çил тохакан çăвар пор, тет, çав çăвар конче (= кутĕнче) карчăк сыхласа ларать, тет, вăхчи-вăхчипе çав карчăк çил çăвар пăккине уçса пăхать, тет те, хăш чохне туххăмах питĕрсе лартать, тет, тепĕр чохне çил пит вирлĕ пырса çапăннипе нăмайччен питреймесĕр тăрать, тет. Çапла карчăк çил çăварне питреймен чохне çĕр çинче çил вăйлă пôлать, тет, вара. Ib. Пĕчик ачана тôла илсе тохсан, çил хыпать те, хăрăлтатакан пôлать. Ib. Çил туллать, бушует ветер (гов. прн сильном ветре). Ib. Паянхи çил сăкман витĕрех касать (гов. о пронизывающем ветре). N. Çил çăварĕнчех пурăнатпăр. Мы живем на самом ветру. АПП. † Çирĕк çулçи çил пулчĕ, хурăн çулçи хут пулчĕ. N. Утни-юртни сисĕнмеçт, шыв пек юхать, çил пек вĕçет (урхамах). Якейк. Çил пек каять (пырать). Несется, как ветер. Чуратч. Ц. Хуçа лаша кӳлтерчĕ, тет, пĕр мих çăнăх, саккускă, эрек, илчĕ, тет те, Ваçкă патне çил пек карĕ, тет. Ст. Чек. Ку хурчăка чĕпĕ çине çил пек вĕçсе анчĕ. Сĕт-к. Çил вĕçтернĕ тосан пак тăвăп. Сделаю как пыль, носимую ветром. Т. VI. Эй турă, çилпе çакланнине çилпе сир. (Из моленья). Орау. Навус айĕнчи пăра (лед) айккисенчен çил çиса, юпа пек, юпа пек тăратса хăварнă, навусĕ тăррисенче çĕлĕк пек тăра-тăра юлнă. Ib. Çил çӳл енчен вĕре пуçларĕ. Подул верховой ветер. Ёрдово. Çав сехетрех çил йăвашлансан, прийомне чакарас пулать (на обдирке). Ib. Çил енчи чӳречесем пурте сĕмĕрлсе пĕтнĕ. Ib. Çил çине ан лар, вĕрĕлĕн (снова простудишься). Ib. Катка çил çинче ларса (стоя на ветру) пĕтĕмпех шултăркаса кайнă (рассохлась). Ib. Çил вĕрекен çĕрте (на ветру) ӳсекен йăвăç начар пулать. Ib. Пӳрт уммĕнче (в сенях) çывăрсан, çил тимĕ-ши (не продует ли?). Ib. Атăл çинчен (с Волги) çил вĕрет. N. Çилĕн çунат çук, шывăн турат çук. N. Çил çинче ан çӳре. Не ходи на ветру. Завражн. Çил хирĕçлеччĕ. Регули 1211. Он пак çилте каçмалла мар Атăлпа. Ib. 1079. Çак çилте каçмалла мар Атăл орлă. Бел. Гора. † Йĕтĕн пирĕ кĕпине сил вĕртмешкĕн тухрăмар (чтобы проветриться). Шор-к. Малтан, тохсанах, çил те пирĕн çиялахчĕ; кайран ял орлă çавăрнчĕ те, пирĕн паталла пыримарĕ. Скотолеч. 13. Çил тивмен çĕре (где нет ветра) тăратас пулать (лашана). N. Хăньтю пулсан, лашана çил çинче тăратма (оставить на ветру) юрамасть. Юрк. Çил пăркаланса вĕрсен, çумăр пулат. О сохр. здор. Çума юраман тумтирсене ялан çил çине кăлара-кăлара çакас пулать. Ib. Сивĕ çил çинче тăрсан, если побудешь на холодном ветре... Ib. Тарланăскер, çил çинех ларнă. В. Ив. Çитменнине тата çилпе сăвăрнă чух е çил килмест (не бывает ветра). Пазух. † Кĕпер çине шыв кĕрет, йĕтĕн кĕпине çил илет. СТИК. Çил вылят. Ветер гуляет свободно. Сунч. † Çӳлĕ тусем çинче çил вылять, çилĕ çĕре ӳксе çухалать. Арçури. Ват юмана çил ватнă, çĕмĕртсене çĕмĕрнĕ. Нюш-к. Хăрăк (беспорядочный) çил çăмăр çăвас вырăнне вĕрет. N. Хаяр çил, резкий, пронзительный ветер; назв. духа (его просят охранять хлеба от такого ветра). || В перен. см. N. Тата хăшĕ халăхшăн пит тăрăшас пек туйăнать, анчах унăн пуçĕнче çил çӳрет. N. Эсир апла çиле анчах калаçатăр (говорите на ветер, .т. е. попусту). Бюрганский. Эсир эпĕ каланă сăмахсене ан манăр; манăн сăмахсем çиле ан пулччăрччĕ. N. Пĕр апат çиетпĕр те, иккĕмĕшне çил хыпса тăратпăр, тенĕ салтак. N. Çил вĕрет — образное выражение; о тебе сказано, а ты не замечаешь. || Назв. божества 2-го-разряда. Сред. Юм. Н. Карм. Çиле така параççĕ, çил амăшне путек параççĕ. (Учук). Магн. М. 6З. Çил ашшĕ,— амăшĕ — хаярĕ,— инкекĕ,— синкерĕ,— çыхчи,— çоначĕ. (См. там же стр. 84, 89, 91). || Часть мельницы. Торх. См. арман.

çил майĕн

по ветру; по направлению, откуда дует ветер. Иваново. Çак çурт айккинче çил майĕн вăйлă пахча ӳснĕ: ку пахча урăх çĕре саланасран чарнă.

çын çилли чирĕ

назв. болезни. ЧС. Чăвашсем: çын çилли чирĕ пур, теççĕ. Вăл çакăнсан, пит шăнтать те пуса хĕстерсе ыраттарать, теççĕ... Кам-та-кам пĕр-пĕр çĕрте ятлаçнине курсан, çинчех, çиллисем ан çакăнччăр тесе, пĕр тăвар шăлĕпе пĕр ывçă кĕл кăларса тăкмасан (вĕçтермесен), вăл çынна çын çилли çакăнать вара, теççĕ вĕсем... Тата вĕсем кĕл вĕçтерес вырăнне пĕр курка шыв кăларса сапсан та юрать, теççĕ. Çын çилли ан çакăнтăр тесе, кĕл вĕçтернĕ чух, е шыв кăларса сапнă чух калаççĕ: çавăнпа çавсем вăрçнă çĕрте çӳрерĕм; çавăн çилли çакăнчĕ пулĕ, е унăн çилли çакăнчĕ пулсан та (кунта вăрçаканĕсенĕн ячĕсене калаççĕ), сирĕлтĕр, çак кĕл епле вĕçсе каять, çавăн пекех вĕçсе кайтăр, теççĕ. Çын çилли çакăнсан, вĕсем вĕревçе илсе пырса вĕртеççĕ, вĕртсен вара, каять, теççĕ. (Рассказ чувашина о том, как лечил его вĕрĕвçĕ от çын çилли). Вăл малтанах пĕр курка шыв илсе, ман пуç тавра темĕскер пăшăлтатса каласа виççĕ çавăрчĕ те, чӳрече виттĕр тулалла тăкрĕ. Çапла виççĕ курка пуç тавра çавăра-çавăра тăкрĕ. Унтан вара пĕр сăра курки шыв илчĕ, унта тăвар ячĕ те, шĕшлĕпе хайăрса, шывĕ çине сура-сура вĕре пуçларĕ. Вĕрме ак çапла пуçласа кайрĕ: е пĕсмĕлле, пĕр турă! Турăран ырлăх, этемрен сиплĕх; кун таврăнать — таврăнтăр, çĕр çаврăнать — çаврăнтăр; Атал урлă, Сăрă урлă килнĕ юмăç-карчăк, çавă вĕрет, çавă сурать... тет. Тата урăх та нумай каласа кайрĕ те, пурне те илтеймерĕм. Вĕрсе пĕтерсен сăра куркинчи таварлă-сурчăклă шывне мана ĕçме пачĕ. Шывне çăвара чикме çук, тăварлă, çапах та пулсан ирĕксĕрех ĕçсе ятăм.

çимĕк

(с’имэ̆к), назв. праздника, семик. Орау., К.-Кушки. Байглыч. Çимĕк, последний четверг перед троицей; в этом день проводили обязательное поминовение умерших. См. Магн. М. 185. Н. Седяк. Çимĕке чăвашсем эрне каç тăваççĕ, тройтсă умĕн. Çак каç вилнĕ çынсем киле таврăнать, теççĕ. Çăмарта пĕçереççĕ, кашни вилнĕ ачана пĕрер, çак çăмартасемпе выляса çӳрет, теççĕ. Хурăнташсене пуçтараççĕ, вара ĕçеççĕ, çиеççĕ. Хурамал. Çимĕке, акана иртерех пĕтерсессĕн, вырас çимĕкĕ умĕнчи кĕçнерникун тăваççĕ, акана час пĕтереймесессĕн, вырăс çимĕкĕ (троица) хыçĕнчи кĕçнерникун тăваççĕ. Аттик. Вĕсем пуринчен ытла çимĕк тенине мункун иртсен çичĕ эрнерен виçĕ кунччен пĕтĕм ĕçĕсене пăрахса уяççĕ. Тайба-Т. † Çимĕк çите пуçласан, хĕр пуçтарăнат урама; Хăят (назв. ярмарки в с. Кияти) çите пуçласан, хĕр саланат урамран. Сред. Юм. Çимĕке вилĕсĕм пыраççĕ. (Çимĕк ыран чôхне, ратил ыран тенĕ чохне, вилĕсĕм хăйсĕм вилнĕ киле пыраççĕ, тет). Якейк. Первайхи çимĕкчен çиччĕ шăва кĕрсен, е çич тьыха корсан, çын тепĕр çолталăкчен лайăх порнать, теççĕ. Ib. Çимĕкре пусăк пир кĕпи полсан та, çĕнĕ полтăр, мăнконта çĕтĕк полсан та, шорă полтăр. Регули 1198. Çимĕк тĕлĕнче килимарĕ вăл. Ib. 1188. Çимĕкренпе сумар выртать. Ib. Çимĕкчен онта порнатăп. СПВВ. ИА. Çимĕкрен чăваш хĕрĕсем вăйя тухаççĕ (начинают устраивать хороводы). Шурăм-п. Çуркунне, çемĕкчен шыва кĕме пуçларăн пулсассăн, çичче çитиччен кĕр, ахаль лайăх мар. Çимĕкчен е пĕртте кĕрес пулмасть, е çеччĕ кĕрес пулать. Ильково. Çимĕк виç эрне юлсан, çамрăк ачасем выляма пĕр-пĕр пушă вырăна тухаççĕ. N. Çимĕк çитеччен çиччĕ шыва кĕрес пулать, теççĕ. С. Дув. Çимĕк вăййи çичĕ эрне каç выляни килĕшет. Собр. † Çимĕк çич кун, терĕçе, çимĕк çич кун, терĕçĕ, ма çич эрне килмен-ши, ма çич эрне килмен-ши. ТХКА 34. Çимĕк сăрн ĕçме кăçал эпĕ хам арăмпа кукки патне карăм. Утăм № 1, 29. Çимĕкелле çав кĕриччен тавлашăва татасах, терĕç, çук çын ытла пит кӳтнĕрен пуянсем: чарасах, терĕç. Т. И.-Шем. Вилнĕ çынсене çимĕкре хывас йĕрке. Çимĕк çитес умĕн вилнĕ çынсене сăра туса хураççĕ. Вăл сăрана çимĕкре ĕçмелли сăраран ăрасна тăваççĕ. Унтан çимĕк умĕн кĕçнерникун ирех икерчĕ пĕçереççĕ. Чăн пирвайхи икерчине хуçа арăмĕ алăк патне чашкăсăр, çуртасăр, ахаль анчах вилнĕ çынсене хывать, унтан икерчине çемйипе ларса çиеççĕ. Сăра тунă чух та, ăсли ĕлкĕрсен, ăслине малтан вилнĕ çынсене хываççĕ, унтан хăйсем ĕçеççĕ, сăра сĕрнĕ чух та çапла тăваççĕ. Кăнтăрла сулăнса каçхи апат енне кайсан, кашни килĕре хăйсен çемйисемпе мункунти пекех алăк патне çуртасем çутса сĕтел лартса хываççĕ. Пĕр-пĕр килĕрен уйăрăлса тухнисем малтан тĕп çурта кайса тĕпри вилнĕ çынсене хываççĕ, унтан хăйсен килĕсенче хăйсен çемйинчи вилнĕ çынсене хываççĕ. Унтан каçхи апат тĕлĕнче кашни килĕрен икшерĕн, виçшерĕн лаша кӳлсе урапа çине, тарантас пуррисем непременно тăрантас çине минтерсем хурса ларса, лакăмпа сăра илсе, эрек илсе, масар çине каяççĕ. Масар çинче ăратни-ăратнипе хăйсен вилнĕ çыннисене пытарнă тăприсем патне пырса хываççĕ. Кашни ăратне хăйсен вилнĕ çыннисене ытти çынсен вилнĕ çыннисенчен ăрасна çĕре — пурте пĕр çĕре пытараççĕ, çавăнпа çимĕкре кашни ăратне хăйне ушкăн пуçтарăнса хываççĕ. Хываççĕ тӳрех çĕре, çимĕçпе пĕрле тата, камăн пурри, симĕс сухан хывать, унтан эрекпе сăра хываççĕ. Кашни татса пăрахмассерен вилнĕ çынсене асăнса: çавăн умĕнче пултăр, çавăн умĕнче пултăр, эпĕр асăнатпăр, эсĕр ан асăнăр, сĕт-кӳлĕ пултăр умăнта, теççĕ. Унтан вара çавăлтех ăратнипе ларса ĕçсе çиеççĕ; ĕçеççĕ ӳсĕрĕличченех, вара çĕрле пулас умĕн таврăнаççĕ. || Троица. Череп. СТИК. Çимĕке (к тронце) пурте сăра тăваççĕ. Ib. Çимĕк иртсен хыт-сухана тухаççĕ. Т. IV. Çăва çине çимĕке кайса, вилнĕ çынна асăнса ĕçсе-çисе юрламасан, ташламасассăн, вăл выртнă чухне те хурлансах выртат (ему бывает горько), теççĕ. || Назв. однодневной ярмарки. N. Çимĕк нумай полат: Микон-кон (9 мая) çимĕк, Хораç-ту (Вознесение) çимĕк, Явăш-кон çимĕк (за три дня до троицы) Троски-кон çимĕк (в день троицы). Якейк. Сар-кайăк, сар-кайăк, йăмăксене кортăн-и? Корсаттăмч, калаçсаттăмч, çимĕкрен çимĕке чопатьчĕç. В. С. Разум. КЧП. Халăх утать çимĕке хуп-хура та шап-шурă. || Назв. рыбы. Шибач. См. çимек пулли.

çимĕк каç

канун семика. Чăвшсем 21. Вăл тухатмăшсем çимĕк вăхăтĕнче пит алхасаççĕ, тет, çимĕк каç вĕсем пурте масар çине пухăнаççĕ, тет. Чуратч. Ц. Тухатмăшсен çимĕк каç пĕр-пĕр çĕре кайса çӳрес пулать, тет. Унсăрăн усалсем, каçхине пырса ăна вĕлереççĕ, тет. Ильмово. Тата çав симĕк каç кашни килтен сăра, эрек, тата тĕрлĕ çимĕçсем илсе масар çине вилнисене хывма каяççĕ. Вăсем çимĕçĕсене илеççĕ те, харпăр хăй тăванни тăпри çине тураççĕ. Туранă чухне ак çапла сăмахсем калаççĕ: акă сире тĕрлĕрен çимĕç хыватпăр, тата сăрапа хыватпăр, çак çимĕçпеле ĕçсе-çисе хавăнса (савăнса?) ташласа кайăр, эпир сире асăнар, эсир пире ан асăнăр. Пĕлни пулĕ, пĕлменни пулĕ, эсир ан асăнăр, ваттисем çамрăккисене валеçсе парăр. Пĕр турамран пин турам пултăр, теççĕ. Унтан вара эрексем, сăрасем ĕçеççĕ, тăпри çинче купăс каласа ташлаççĕ. Ĕçсе усĕрĕлсен, киле тавăрнаççĕ.

çинçе

(с’ин’з’э), тонкий (в обхвате, напр., веревка, нитка, волос, деревцо, палка и пр.). См. çинче, çӳхе. Собр. † Çинçе мăйлă чĕкеçне хĕр пуçĕ сырма ятăмăр. Çутт. 82. Хăй пĕтĕмпех пăртан, юписем питĕ çинçе çут шăрçа пек йăлтăртатаççĕ. N. † Хамăра курайман тăшмансен çип пек çинçе çĕртен татăлать. ЧС. Хăй тăватă уралă, урисем вăрăм та çип-çинçе, тьыха ури пек. Микушк. † Çамрăк пуçăма йывăр килсен, çинçе пӳçăм авăнать. || Узкий. Чураль-к. † Çинçе варта çинçе (тоненькая) хĕр вăшкăлтатса вут çулать. Чув. пр. о пог. 63. Уйăх çинçе, çутă пулсан, уйăхĕпех уяр тăрать. Если месяц тонкий и светлый, во весь месяц будет ясно. N. † Çинçе çырма тĕтрине пĕлĕт илет парнене; çак сăнăма савса патăм, ан ман пĕрле тăнине. || Высокий (о голосе). N. Çинçе сасă (çӳле илекен саса), высокий звук. || Узость. Сред. Юм. Салтакран та кăкăр виçене çитмесĕр, çинçепе юлнă вит ôлă.

çинçе

(с’ин’з’э), назв. старинного чувашского праздника. См. Магн. М. З5. Рекеев. çинçе. (Вăл) вунçиччĕ çапсан пуçланать (когда долгота дня 17 часов), вуник куна пырать; в это время всякие земляные работы, не только пашня, но и распахивание огородов, рытье ям, воспрещалнсь (çĕре тапратмалла мар пулнă); хĕрлĕ, кăвак улача тăхăнмалла мар, шурă тăхăнмалла, хĕвел анас патне çитиччен вут чĕртмелле мар. Юрк. Пирĕн ял çула, çимĕк иртсен, пĕр эрне хушши „çинçе“ тăват. Çав çинçере çынсене нимĕн те ĕçлеттермеççĕ, ахаль анчах тăма хушаççĕ. Ялта кам-та-пулинскер пĕр-пĕр ĕç ĕçлесен, тырра пăр çапат, е урăх тĕрлĕ пĕр-пĕр сиен пулат, теççĕ. Авă çавăнпа çав çинçене тĕттĕм халăхсем питĕ хытă сых тытса тăраççĕ. Çав çинçере хĕрлĕ е кăвак кĕпе тăхăнтармаççĕ. Пурте шур кĕпе тăхăнса, хăйсем пеккисемпе пĕр çĕре пуçтарăнса, кам-та-пулш пĕр-пĕр ĕçлемес-ши, е тата хĕрлĕ е кăвак кĕпе тăхăнса. Çӳремес-ши тесе, ял тăрăх пăхса çӳреме каяççĕ. Иначе снимают с него, а одетых в красное и синее обливают водою. N. Çинçе бывает после троицы. Çинçене кĕнĕ, çинçе каласа çӳренĕ (обьявляли, чего нельзя делать во время çинçе). ДФФ. Çуракине пĕтерсен, ик-виç эрнерен çинçе праçникне тăваççĕ. Вăл праçнике пĕтĕленнĕ çĕре хисеплесе тăватьчĕç. Çинçере çĕре сухалама, тăпра чавма, çĕре шалча е юпа лартма юрамасть, тетчĕç, кăвак кĕпе, хĕрлĕ кĕпе тăхăнмастьчĕç. хуралтăсем тăрне улăхма чаратьчĕç, хĕрарăмсем хура кĕпе-йĕме çума каймастьчĕç. Ib. Вăл праçнике (т. е. çинçене) пĕтĕленнĕ çĕре (беременную землю) хисеплесе тăватьчĕç. Шурăм-п. Çинçе чухне вылясан, кулсан, шăхăрсан, купăс-мĕн каласан, тырă пулмасть, теççĕ. Ск. и пред. чув. 70. Икĕ пĕр пек пĕрлешсен, шеп те пулĕ туй! теççĕ: çинçе хăçан çитĕ-ши? епле вăхăт ирттерес. Сред. Юм. Çулла, пĕр-ик эрнене çинçе чараççĕ. Он чохне çĕр чавма, тăла пôсма, кĕпе çума, тирĕс тăкма, тăта ытти ĕçе те тума йорамас. Ib. Майпа июнь уйăхĕнче çинçе чараççĕ. Ун чôхне çĕр чавтармаççĕ, тăла пôстармаççĕ, тирĕс тăктармаççĕ. N. Унтан тата, çимĕк иртсен, икĕ эрне çинçе праçникĕ тунă (делали); ун чух вăл праçникре нимĕн те ĕçлемен, çывлăх (= çылăх), тесе. Н. Седяк. Çураки пĕтсен, пĕр эрне çĕр чавма хушмаççĕ, çак çĕр чавма юраман вăхăта „çинçе“ теççĕ. Çинçе вăхăтĕнче килте пурăнаççĕ, утă чӳкне те çак вăхăтра тăваççĕ. Собр. Çинçеччен çум çумласассăн, пăр çапат, тет. Çум çумлакан çыннине аçа çапат, тет. Тюрл. Ыраш пуç кăларнă вăхăтра стариксем пĕр çĕре пухăнса ана çине кайса пăхаççĕ. Кайса килсен, старастана: ĕнтĕ ыраш пуç кăларать, çинçе тăвас, теççĕ. Çав çинçене вăсем хисеплесе икĕ эрне ним тумасăрах ирттерсе яраççĕ. Çум çумлама та, тирĕс тăкма та, çĕр чакалама та хушмаççĕ. Çав ĕçсене тунине курсан: эсĕ халăх хушнă пек тумастăн, акă вăйлă çăмăр, е пăр çуса кайсан, сана халăхсем парĕç, теççĕ те, ĕçлеттермеççĕ. Кăвак кĕпесене те çума хушмаççĕ, кăвак кĕпесене çунине курсан, пичĕсенчен кĕпесемпе çапкаласа пĕтерсе, кĕписене çырмана пăрахаççĕ; сарă хӳрисене хĕретме те хушмаççĕ, хĕретнине курсан, сарă хӳрисене илеççĕ те, çырмана юпа çине çакса хурса, памаççĕ. Çула вăйлă çăмăр е пăр çуса кайсан: ку хĕрарăмсем çинçене хисеплемен пирки пулчĕ, тесе, вăрçаççĕ. Çапла вара вăсем йăвăр ĕçсене ĕçлемесĕр ик эрнене ахалех ирттерсе яраççĕ, Т. IV. Çинçере хуралт тăррине хăпарсан, тырра ăшă тивет, теççĕ. (К этому КС приписал: пуçаххисем выçă пулаççĕ). Симб. Çимĕкчен виçĕ кун малтан çинçе праçникĕ пулать. СПВВ. ИА. Чăвашсем тырă шăркаланнă вăхăтра çинçе ятлă праçник тăваççĕ. См. çинче.

çит

(с’ит, с’ит’), достигать, доходить, доезжать, добираться, прибывать. М.-Чолл. Кăвак кашкăр калать: ан, çитрĕмĕр (слезай, мы доехали). N. Манăн (или: мана) киле çитесси инçе мар. Мне недалеко до дома. N. Вĕсем хулана пилĕк çухрăм çитсе кĕреймен. Они не дошли до города пяти верст. Сĕт-к. Орапая йăвăр тиярăмăр та, аран лăчăртаттаркаласа çитсе (çитрĕмĕр). N. Çитейместпĕр халĕ. Мы пока еще не доехали (до дома и т. д.), еще довольно далеко. ЧП. Икĕ усламçă килеççĕ, тарăн вара çитеççĕ. Çитин-çитмин мĕн тăвас, тавар илмесĕр юлас мар. Тим-к. Пуп çав вăхăтра киле çитнĕ, Украк часрах тухса тарнипе пупа çитсе çулăнса вара киле тарнă. Регули 1158. Вăл ман пата çитрĕ. Ib. Сан пата çитиччен килтĕм. Ib. 1127. Эп чӳркӳ патне çитрĕм. Чӳркӳ патне çитичченех шу тăрать. В. С. Разум. КЧП. Кĕркури çитнĕшĕн хĕпĕртесе, киле çитрĕç. Дошли до дома, радуясь тому, что Г. прибыл домой (с военной службы). Б. Яныши. Тăррисем хитре йоррисене йорлама çитеççĕ (прилетают). Баран. 86. Эпĕ хам çитес тенĕ çĕре çитсе пыраттăм. Изамб. Т. Пăр (град) карттус çине ӳкет те, пуçĕ патне çитеймест. Хора-к. † Ати кил-хошши çитмĕл отăм, çитмĕл отăма çитсессĕн атин килĕ полĕччĕ. (Свад. п.). Истор. Çар ертсе çӳренĕ чух вăл пĕр çĕртен тепĕр çĕре вĕçен-кайăк пек час çите-çите ӳкнĕ. N. Ыран тăват сехет тĕлнелле, завтра, приблизительно часам к четырем (тăват сехете — значило бы, чтобы в четыре часа быть здесь). || Догонять. Яргуньк. Кайсан-кайсан, çав лашана çите пырать (начал догонять), тет. Чураль-к. Лăпăрлă карчăк çите килет (догоняет, настигает), çӳхеме те çисе ячĕ, хама та çисе ярать. || Заставать, настигать. В. С. Разум. КЧП. Эпир авăн çапнă чух çăмăр çитсе çапрĕ. N. Ăшăмри чĕрем хускалчĕ, вилĕм хăрушăлăхĕ çитрĕ мана: хăраса чĕтĕресе тăратăп. Баран. 22. Вĕсем (гнус, насекомые) выльăха чĕрĕлех çисе ярасса çитеççĕ. || Доходить числом. Çутт. 142. Йăвăç пахчи пысăках мар, вăтăр ӳлмуççие анчах çите пырать (приблизительно доходит до тридцати корней). Чĕр. чун. яп. й-к. пур. 11. Сакăр пине çитсе перĕнет вĕт вĕсен шучĕ. N. Чĕмпĕртн чăваш шкулĕ те, 1862-мĕш çулта пĕр ачаран пуçланса 1870-мĕш çулта 9 ачана çитсе, шкул хисепне кĕнĕ. N. Пилĕк тапхăрччен хĕрĕхшер хут, хĕрĕхе пĕрре çитми суран туса çаптарнă. Арзад. 1908, 54. Инке пĕр купăста йăранĕнчен 15 пуç, тепринчен малтанхине З пуç çитейми каснă. Кратк. расск. 26. Эпĕ çĕр çинче çӳре пуçлани çĕр вăтар çул ĕнтĕ; çапах аттем-аннем çулĕсене нумай çитеймест манăн кун-çулсем, тенĕ. Орау. Вун çичче çитесси манăн тата пĕр уйăх; вунçич çул тултарма манăн пĕр уйăх çитмест. Мне недостает до семнадцати лет одного месяца. Регули 906. Воннă ут патнех çите пыратьчĕ. Было лошадей с десять. || Дожить, „достукаться“. N. Тĕнче тăрăх кайма патнех çитрĕмĕр ĕнтĕ, тенĕ Иван Петрович, хăйĕн юлашки ĕнине хырçăшăн илсе кайсассăн. Дожили (достукались) до того, что пришлось итти по миру, сказал Иван Петрович, после того, как увели у него последнюю корову за подати. N. Ситмĕле çитрĕм. Мне исполнилось 70 лет. Савруши. Çапла ĕнтĕ юлашки кун патне çитеççĕ (наступает...). N. Вилĕм ĕçне çитетпĕр. || Переходить, заражать (о болезни). Трахома. Упăшки чирĕ алшăлли тăрăх арăмне те çитрĕ. || Посетить, побывать. N. Ваçан çав арçын-юмăç патне те çитнĕ (посетил). Курм. Эпĕ Москова та çитнĕ. Я был и в Москве. N. Миçе хулана çитрĕмĕр, хамăр ял этемми курман. Во сколькях городах побывали, а своих деревенских не встретили. N. Халер аллă яла çитнĕ. Холера посетила пятьдесят селений. Кан. Кун пирки ĕç сута та çитсе пăхрĕ. Это дело побывало и в суде. Юрк. Виç-тăват çул хушшинче ку виç-тăват приказа çитет (перебывал в трех-четырех приказах). Ib. Çитнĕ çĕрте çырла темĕн чухлехчĕ. || Исполняться. N. Шухăшланă шухăш та тепĕр чухне (иногда) çитмес. N. Ун урлă калани çитнĕ. Шорк. Эпĕ шухăшлап та, çав авалхи çынсем сомаххи ман тĕлĕн (в отношении меня) çитсех пурать. Б. Яуши. Кушак çул урлă каçсан, ĕмĕтленнĕ ĕмĕт çитмест, теççĕ. (Поверье). Ала 62°. † Сирĕн пиллĕх пире çитес пулсан, ирхи сывлăш шывпе ким юхтăр; сирĕн пиллĕх пире çитмесен, Шурă Атăл çинче ким лартăр. || Доставаться; постигать. Хĕн-хур. Çынна хĕн-хур тăвакана тивлет çитмест (не даруется). Ст. Ганьк. Çав ылттăн хурт пылне хăçан та хăçан йӳçĕ çитерĕ, çавăн чухне çак çынна йӳçĕ çиттĕр. N. Мана мĕн çитсе ларчĕ, çавна эсĕ те асăнтах тытса çӳре. Ман çине çитни сан çине те çитмелле. N. Ĕçе тӳррипе тумасан, сирĕн çине ун çилли çитĕ. N. Сан суту пĕр сехетрех çитрĕ, тийĕç. N. Ăна та мĕн те пулсан çитĕ-ха. N. Кам пире çитнĕ инкекрен хăтарĕ-ши? || Достигать апогея. Орау. Эх, мăнтарăн çанталăкĕ! Пирĕн кун-çул çите пуçларĕ (какая благодать весною). Кан. Ак çитрĕ пурнăç. Альш. Ял çыннисем тиркешмесен, çитнĕ манăн пурăнăç. Ала 103°. † Ати лаши — сар лаша, кӳлтĕм тоххрăм чопмашкăн. Хампа ларттрăм сарă хĕр, сарай тавра çавăрăнтăм, ĕмĕр çитнĕн туйăнчĕ. || Доставать, быть достаточным, хватать. Альш. Пурне те çитнĕ чыс (угощене). Никам кăмăлĕ шăранмасăр юлни çук. Ib. † Улма йывăççине пас тытнă, ан чарăрсем, тăвансем: пире чыс çитнĕ. (Застольная песня). N. Кĕнеке çитмен пирки (от недостатка) сан патна вулама çӳреме тивет. Истор. Эсир мана кашни килĕрен виçшер кăвакарчăн, тата виçшер çерçи тытса парăр та, çитĕ (и довольно). N. Сире сахалпа çитес çук (малого количества вам недостаточно), сахалтан та (самое меньшее) сире пĕр пăт кирлĕ. N. Эх, çитмен пуранăç, мĕн чухлĕ çынна эсĕ тĕттĕме хăвартăн! N. Ачасемпе калаçса пăхасчĕ пирĕн, ун чухне мана ĕмĕр çитнĕн туйăнĕччĕ вара. ССО. Таванăмсем! пытанса выртасси çитĕ ĕнтĕ! О сохр. здор. Тӳшек питне малтан каланă пек вĕри шывпа вĕретсе тасат, вара çатрĕ те (вот и всё). N. Эпĕ мĕн çитменшĕн хамаăн чи çывах çыннăма сирĕн аллăра парăп? Чем люди живы. Симунăн вара пурăнăçĕ çитсе тăра пуçланă. Семен стал жить в достатке. Изамб. Т. Мункунта укçа илни çитмес (недостаточно того, что...), çăмартине те, хăпартуне те пухса çӳреççĕ (попы). Ib. Çитменнипе лашана сутса ятăмăр. N. Çитменнине тата атти (анни) пырса кĕчĕ. Ой-к. † Пус-кил арĕм сӳс тĕвет; эп те тĕвем, терĕм те, кисип çитмеç, терĕ, тет. Кисип илме карăм та, йăтти хăр-хам! терĕ, тет. Регули 247. Окçа çитменрен (scr. çитменирен) çӳремест вăл. Он не путешествует потому, что у него недостает денег. Ст. Шаймурз. † Шур кăвакал чĕпписем кӳл-кӳл урлă, сĕлĕ сапса сĕлĕ çитмерĕ. Н. Сунар. Халĕ ĕнтĕ, ватăлсассăн, ĕçлеме вăй çитейми пуçларĕ те, вăл мана хăваласа ячĕ, тенĕ. Н. Сунар. Вăл ĕлĕк çамрăк чухне аван ĕçленĕ те, халĕ, ватăлсан, унăн ĕçлеме вăйĕ çитейми пулнă. Качал. Патша хĕрĕ курчĕ, тит те, çакна, калать, тит: ма килтĕн, Йăван, тесе каларĕ, тит. Эпĕ пĕтни çитмеçт-и? Кай, атту пĕтетĕн эс те, тесе каларĕ, тит (она). Пазух. Сирĕн пек ырă çын, ай, умĕнче тата тутлă чĕлхем, ай, çитмерĕ. Кожар. Пичĕшин, кахаллипе ĕçлемесĕр пурăнса, çиме те çитми пулнă. Его старший брат стал скудаться едой. Юрк. Чиркĕве кĕрсен, çав аллинчи çуртисене кашни турăш умне çутса ларта пуçлат. Пурин умне те пĕрер çурта лартсан, пĕр турăш умне лартма çурта çитмест. Ib. Сана уйăрса пани çитмен халĕ. Мана мĕн чухлĕ патăр? N. Пурăнăç çитмен пирки выçăллă-тутăллă пурăнса аран ӳскелерĕм. ЧС. Ачасене татах тем çитмес: кушилти çăмартана капăр (вдруг, сразу) тăкса яраççĕ те, пĕри те пĕри илес тесе, сыранса ӳкеççĕ. N. Вăл панипе çитмерĕ. Данного им не хватило. N. Саххăрпа çитет поль. Сахару-то, поди, достаточно (т. е. больше не надо). N. Ĕлĕк пирĕн нихçан та çиме çитместчĕ. Якейк. Эс мана окçа тыр вырнăшăн кĕт çитимирах патăн (не додал). Ib. Çорт лартма Иванăн хатĕр çите пырать. Иван почти что приготовил материал для стройки. Яжутк. Çулталăкне çĕр сумпа çите. Будет достаточно ста (ассигнованных) рублей в год. Юрк. Çĕнĕ-çын чухне хунямăшне пĕр витре шыв карташĕнчи пуссинчен кӳрсе пама ӳркенекен çынна, халĕ тата таçтан аякран та пулин ирĕксĕр тултас пулат. Ахаль те чăлах япалана, наяна, çитнĕ те... тытăнат хуняшшĕне: пус та туса памарĕ, тесе, вăрçма. Собр. Ĕçсе çитнĕ, тек ĕçсе капан тăвас çук, теççĕ. Йӳç. такăнт. 37. Ну, кум, ан ятла çисе те, ĕçсе те çитрĕ. Манăн каяс ĕнтĕ, питĕ ĕçсĕр пултăм. || Касаться. N. Лашине куритене çитмеллех кăкарман. || Сравняться. Янш.-Норв. Тĕр таврашĕнчен вара ăна çитекенни те çук: ăна хуть те мĕнле тĕр пуçласа пар, вăл ăна пĕр самантах тума вĕренет. Собр. Тӳрĕ пурăннине ним те çитмĕ, теççĕ. (Послов.). N. Ача-пăчана ху куç умĕнче тытнине нимĕн те çитмест. N. Вĕсен çулчисене, кăларичченех (до вырытия корнеплодов), татманнине нимĕн те çитмест (лучше всего не рвать). N. Нумай тĕрлĕ суран пур, чĕре суранне çитеймест. N. Эсир ăçта мана çитме! Тăв. 37. Ну-у, кăна уш ан кала та. Ваньккана Кирукăн çитме питĕ инçе. N. Ку Якор патне çитес çок. Ему с Егором не сравняться. С. Айб. † Нумай пĕтет, сахал çитет, пĕрле тăнине мĕн çитет? || Приближаться. N. † Хăят çите пуçласан, хĕр пухăнать урама; Хăят çитсе иртсессĕн, хĕр саланат урамран. СТИК. Эс миçере? — Çирĕмре.— Эй сана салтака кайма вăхăт çите пырат иккен! (Выражает близость солдатчины, не указывая на приближение во времени). || Успевать, подоспевать. С. Айб. † Савнă тусăм аса килнĕ чух çитеймерĕм эпĕ чыспала. БАБ. Ку тукатмăш хĕвел аннă вăхăтра вилчĕ те, çĕрле пулса çитиччен ун вилни çинчен пĕтĕм ял пĕлсе çитрĕ. Собр. † Пире курайман тăшмансенĕн куçĕ ăçтан курса çитет-ши? Орау. Иванĕпе Макарĕ çитнĕ те унта (уж там, везде поспевают шедьмецы)! В. С. Разум. КЧП. Вăл килессе кĕтех тăрса урока çитеймерĕм. || Вернуться, обратиться на... N. Хам тунă йăнăшсем хамах çитрĕç, вĕсем пуçăм çинчи çӳçрей те йышлăланчĕç. Нижар. † Кайăк-хур пырать картипе, кайри мала иртминччĕ: эпир çакăнта ĕçсе çисе юрлани хамăр хыçран çитминччĕ. || Наступать. Юрк. Çитес пин те тăхăрçĕрмĕш çулта. В будущем 1900 году. Орау. Çитес хĕлте (будущею зимою) кĕлетне кăлараймăпăр-и-ха, сыв пулсан! Четырлч. Çитнĕ çулхи (наступившего года) куланай пулат, çак парăмсене тырă пулнă çул пурне те ытаççĕ. Якейк. Пирн те каяс çиттĕр поль. Поди и нам наступила пора уходить. (уезжать). СТИК. Çитес вырсарникун, çитес эрнере, çитес уйăхра. (В этих выражениях „килес“ не употребляют). Ib. Çитес праçникре тата килĕр. Кан. Етĕрнери эрех савăчĕ-çуртне çитес кунсенчех юсаса çитереççĕ (кончат ремонтировать). ТХКА. Тăхти, çитес çул клевĕр лартам-ха, сана вара клевĕр пăтти пĕçерсе парам, клевĕр кукли туса çитерем. Чхĕйп. Вара вăлсам çитес каç, юпа тăвас тенĕ чух, пĕр пĕчĕк сĕтел, тата тепĕр пĕчĕк пукан туса хатĕрленĕ. ГТТ. Ваттисенче вилнĕ. Умер (-ла) в старости. N. Анчах вăл вăхăт çитсех çитмен пулĕ ахăр (видно еще не совсем наступило). N. Ача çурални сакăр кун çитсен (когда исполнится в дней со дня рождения ребенка). ЧС. Манăн асанне вилни пилĕк çул çитет ĕнтĕ. НАК. Киле каяс вăхăт çитерехпеле, когда уже приближалось время отъезда. || В качестве вспомог. гл. N. Новгород пĕтĕмпех пĕтсе çитнĕ. Баран. 107. Тинех вара вĕллере йĕрке килсе çитет (наступает порядок). N. Вĕренсе çитсе кĕнеке вулăр, хытă çĕре кăпăк тăвăр. Ала 62. Пурте ларса çитсен, когда все усядутся. Ib. 80. Ĕçсе-çисе çитсессĕн, вырттарса çывратрĕç старике. Чăвашсем. Çутăлса çитсен, когда рассвело (-ет). Пĕтĕмпе тĕттĕм пулса çитсен, когда совсем потемнело (-ет). Виçĕ пус. 17. Начарланса çитет. В. С. Разум. КЧП. Микулай ӳссе çитнĕ. О сохр. здор. Пирĕн ĕçе çавăн пек: тасалса та çитме çук (т. е. не находишь времени привести себя в порядок). N. Çамрăк ачасем салтака кайиччен нумай вĕренсе çитеççĕ. N. Мĕнле ку чиновниксем, улпутсем пит „кăмăллă“ пулса çитрĕç? N. Килсе çитнĕ. N. Пурăнсан-пурăнсан, хай чир чиперех пусмăрласа çитет. N. Начарланнăçем начарланса çитнĕ. Чума. Вăй-хăвачĕ пĕтĕмпех пĕтсе çитнĕ (у нее). N. Выльăхсем самăрланса çитрĕç. Цив. Çырмана лашасене тытма пырса çитрĕ. Н. Сунар. Вăл ман пата чупса çитсе (подбежав), мана калар. Бес. чув. 4—5. Ун çинчен: ку пуйса çитрĕ, теме те юратьчĕ. N. Кунта халăх пайтах пуçтарăнса çитнĕ иккен. СВТ. Тата ача пĕр-пĕр чирпе чирлĕ пулсассăн та, сывалса çитиччен ăна шатра касма юрамасть, теççĕ. Альш. † Ӳссе пĕвĕм çитсессĕн, эпĕ усал пултăм-и? (Хĕр Йĕрри). N. Вĕсем мана эпĕ аптăраса çитнĕ вăхăтра кклсе тапăнчĕç. N. Курăк ирхине чечеке ларса çитет. N. Сан хаярлă-хунтан хăраса çитрĕмер. N. Сывлăшăм пĕтсе çитрĕ. N. Шăп тăват сехет тĕлне килсе çитрĕ. Пришед ровно в четыре часа (секунда в секунду, без опоздания). || Быть готовым (доходить до того, что...). Юрк. Хăшне пăхнă, ăна, юратлипе ытараймасăр, чуп-туса илессе çитетĕн. Н. Шинкусы. Тем парасса çитнĕ. Был готов отдать не знаю что. См. ахаль ту. БАБ. Юман хăй тĕреклĕ, çирĕп те, кăмпи те хăватлă теççĕ, курăнать; таçтан илессе çитеççĕ сассим (готовы взять откуда бы ни было). || В чувашизмах. Четыре пути. Çитĕнсен евчĕсем ăçтан çитнĕ унтан (отовсюду) пыра пуçларĕç. N. Ăçта çитнĕ унта, куда ни пойдешь — всюду... N. Ăçтан çитнĕ унтан, со всех сторон, отовсюду. ТММ. Ăçтан çитнĕ туйăма, кушак пуç пек хыпама.

çитсе тăр

подойти, подьехать. Кан. Эп те çитсе тăтăм. N. Хăйă çутти йăлтăр курăнчĕ. Çитсе тăтăмăр (подъехади). || Являться. N. Эпĕ унта кашни уйăхра тенĕ пекех çитсе тăтăм. Я являлся туда почти что каждый месяц. Я являлся туда (ездил, ходил туда) почти каждый месяц. || Быть довольным, достаточным. Юрк. Пĕр авка çак сăмахсемпе çитсе тăрам. N. Халь çитсе тăтăр-ха. Пока довольно (больше пока не пишу). || Подоспевать. N. Çитсе тăр.

çитĕ

коса. Собр. Пӳрт хыçĕнче саламат çакăнса тăрать. (çитĕ). Курм. † Çак ялта çичĕ хĕр, çичĕшĕн те çити çок, пирĕн инкейăн пор полтăр. См. çивĕт, çит.

çич

(с’ич’, с’иц’), семь. См. çичĕ, çиччĕ. Шарбаш. † Хĕрне хачча панă, тет., çич уй урлă панă, тет. Якейк. † Ати улĕ поличчен, апи хĕрĕ полас мĕн, çич ял орлă каяс мĕн, çак хорлăха корас мар мĕн. М. Васильев. Çич кас масарне асăнакан чук. (Моленье). Якейк. Çич сахат тĕлнелле килнĕ полсан, лайăхчĕ. Хорошо, если бы вы пришли часам к семи. В. С. Разум. КЧП. Çич-сакăр çула çитсессĕн, манăн шкула пит каяс килчĕ. N. † Ах пиче (ятне калаççĕ) пор, инке лайăх (ятне калаççĕ) пор, тор çырманна мĕн çырнă, çич çырма пуç çырнă пуль.

çу

масло, жир. Календ. 1903. Çу уçлама хура алăпах (с грязными руками) пикенеççĕ. В. Олг. Орен (орэн) уçласан, çу ӳкет (сбивается масло). N. Ăна кашни кунах вулатăп та, чун пĕтĕмпех савăнса каять, пĕтĕм ăшчик çу пик ирĕлсе каят. N. Пĕре сехрине хăпартрĕç те (пугнули), пирĕн улпут кайран çу пек пулчĕ (стал как масляный, т. е. ласковый, мягкий). Бел. Гора. † Çу пек çемçе аллăмпа тытса пăхайăттăм (девушек). Сред. Юм. Пирĕн ĕç халь çу çинчи пик пырать. Наше дело на мази („как по-маслу“). Ib. Тунă ĕç çу пик. Кильд. Чĕлхи-çăварĕ — çу тути. Ее речи приятны как масло. Чураль-к. † Пирĕн ялта та хĕрсем пур, чĕп-чипер пăчăр пек, пăчăртасан, çу тохать. Собр. Нумай калаçса çу тухмаст, теççĕ. В многословии пользы нет. (Послов.) Юрк. Нуммай калаçсан та, çу тухмас-тăр çав. Собр. Хĕре чи первей венчет туса кил-хушши алăкĕ патне çитсессĕн чăкăтпа çу çитерсессĕн, хĕрĕ çу пек пулат, теççĕ. С. Алг. † Сĕтел лартса çу хуракан, ут куçĕ-тĕр (надо: вут-пуççи-тĕр) унăн чĕрисем. Пазух. Улатăртан илтĕм ула ĕне, нумай та тăмарăм, çу турăм. Янорс. Ураписене çу сĕрсе (подмазав) хатĕрлесе лартрĕ. Альш. † Эпир усала кайсассăн, тăшман çĕççи çу çинче (т. е. враги будут очень рады). || Сало, жир N. Çу нумай хывнă чĕрисене. Бюрганский. Манăн чĕре эсĕ çу хывнă пекех пулчĕ. Ты влил отраду в мое сердце. Юрк. Ăшăмра пĕр пĕрчĕ çу юлмарĕ-тĕр. Я совсем истосковался, высох от горя. ЧП. Çак тăвансем аса килсессĕн, ирĕлмĕ-шин чĕренĕн çăвĕсем (не растает ли жир сердца, т. е. не буду ли я томиться тоской). Альш. † Йĕрсе, хуйхăрса ан тăрăр, хуйхăран чĕресенче çу пулмĕ. Собр. † Ушкăн пыран кайăк-хур, çуначисем вĕçĕнчен çу юхат. N. Пирĕн чĕре çумĕнче пĕр чĕрĕк те çу çук-тăр. || Скоромное. В. Олг. Эс паян çу çиетĕн-и? Ешь ли ты сегодня скоромное. (То же у КС). Тораево. Çула çупа пурăнать, хĕлле типĕ. (Какая-то загадка).

çу

(с’у), лето. См. çăв. Н. Сунар. Çапла вара виçĕ çу (кĕтӳ) пăхнă (пас стадо), виçĕ хĕл тарçăра пурăннă. Баран. 161. Кунта хĕлле пулманпа пĕрех. Çу пит вăрăм килет. Юрк. Хĕлле чипер усраса, çăва кăларнăшăн. N. Çу варринче çумăр хыççăн хăвăрт тулса ыткăнать. ЧС. Иртнĕ çура (в прошлое лето), ыраш вырма тухсан... НТЧ. Çăва тухсан (когда наступит лето), пĕр вĕçĕ картара пултăр, пĕр вĕçĕ хирте пултăр. Хĕле кĕрсен, карта тулли тăччăр (скотина. Из молснья „ĕне ырри“) N. Çын калать, тет: халĕ тупас çук уна тепĕр çусăр (до другого лета, раньше другого лета), тесе каларĕ, тет. Якейк. Хăш-хăш çура çак çырма типсе лармасть. О сохр. здор. Кирек кам та вăл ĕçе пĕр-ик-виç çура вĕренсе çитет (может выучиться за два-три лета). Н. Лебеж. † Çăва тухса килнĕ чух (при наступлении лета) эсĕ ачăна уйăран. (Хĕр йĕрри). Шăна чир. сар. 8. Çу иртнĕ çĕрелле (к концу лета), кĕркунне, тепĕр тĕрлĕ шăна тухать. Орау. Çу нумай юлмасть. 1) Лета осталось немного. 2) Мясоеда остается немного. З) Масла остается немного. Кан. Кун йышши ĕçсем çак çура (в это лето) пайтах пулкаланă. N. Çу иртрĕ. Лето прошло. N. Час ĕнтĕ çу иртет, кĕр енне кайрăмăр (дело идет к осени). Кан. Вăл çу вăхăтĕнче çеç кĕме йӳрăхлă, çуркуннепе кĕркунне сивĕ, кĕме юрăхсăр. Сред. Юм. Прахутсĕм, пĕр кĕрконне полсан, çӳреме чăрнаççĕ те, çуран-çăва (с лета до лета) çитеччинех пĕр вырăнта лараççĕ. Ib. Çуран-çу (с каждым летом) çăмăр полми полчĕ, порнан ĕмĕрте те воçех çуми полать ко çăмăр. || Весна. N. Çак çутă çу кунĕ май уйăхĕнче кунта та унта пекех тырăсем аван ешернĕ, мĕн пур вĕçен-кайăкĕ, куккусем те юрлаççĕ.

çу-каçипе

в течение лета. Календ 1908. Вĕсене çу-каçйпе пахса пурăнчĕç. Çĕнтерчĕ 9. Çу-каçипех çын ĕçне ĕçлетпĕр. Кан. Çак лаша çу-каçипех ку ялта пурăннă. Ib. Çу-каçипех тырăпа суту-илӳ турĕç.

çу-хута

(с’у-hуда), за лето, в продолжение всего лета. N. Ку çул вара Ванданкă çу-хута пĕр çак канавран анчах юхрĕ. Чув. пр. о пог. 35. Çу-хутах çанталăк ăшă пулат. Все лето будет теплая погода. Сред. Юм. Çу-хута (в продолжение всего лета) пĕр тăрăх пире тĕртсе кăлараймарĕ вит. N. Вăл арман çу-хута пĕр чарăнмасăр икĕ чулпа авăрать.

çу

(с’у), мыть. Ядр. † Хура-курак тăриччен хуран çуса çаксассăн, пирн атине эс юрăн. N. Пите çăл вăлашки çинче çурăм. Я умылся над колодой у колодца. Орау. Алла юрпа çурăм. Я руки вымыл снегом. Ib. Çума карĕç! Cunnos lavatum profectae sunt. (De mulieribus dictum est, quae lavandi causa ad flumen descenderant). Якейк. Кăмакаран каларсан, çип çума каяççĕ. Ib. Эп ăна çума кайма чĕнтĕм. Ib. Мĕн час эсĕр çип çуса килтĕр-ке? Янтик. Ку хурине (черные пятна) çуса ярас Ib. Çак тĕл-тĕл хурисене çуса ярас. Эти пятна надо смыть. Тораево. Çуса та яримăп, шăлса та яримăп. (Какая-то загадка). N. Чăнах та эсĕ кунĕпех çуман питĕпе (неумытым) çӳресшĕн-и? N. Ĕнтĕ виçĕ уйăх ырăн (= ырран) пит çуса та корман, икĕ уйăх çут-çанталăка тохса çӳремен. || В перен. смысле. N. Кĕпӳ арки вараланнă, çуса ярсам. Альш. † Ман çылăха кам çăвĕ? Кам тупакан çав çăвĕ. (Хĕр йĕрри). || Умываться. О сохр. здор. Куçĕ пăсăлнă çыннăн ытти çынсем çăвакан пит çумаллинчен (из умывальника) çума юрамасть. || О слезах. N. † Эх мăнтарăн самани, мĕшĕн куççулĕпе пите çумалла пулчĕ-ши! || Подмазать, дать взятку. N. Эпĕ ăна çурăм (устроил дело).

çука юл

обеднеть. ЧС. Унпала çука юлас пур-и мĕн? Разве от этого обеднеешь? N. Хам та вара вăйран кайса тăшмансенченех çука юлам. Изванк. Çук пуян çука юлат, теççĕ. (Послов.). Толст. Çак ачасен ашшĕпе амăшĕ çука юлнă çемĕн юлса пынă, тет. Бес. Вĕсем хăйсем, çав лаша вилсен, ялан çукран çука юла пуçланă.

çокран

из-за отсутствия. Якейк. † Çак Ямашра çĕр хĕр пор; çĕр хĕрĕ те йорăхсăр; ытах çокран пĕре пор, вăлта полин ларма хĕр (т. е. и она плоха, но в виду полнейшего недостатка красивых, можно ее назвать сносною). Регули 288. Ларма вăй çокран выртса волатăп.

çук çинчен

по-бедности. Собр. † Эпир юрлатпăр çак юрра, çук çинчен мар, пур çинчен. С. Тим. Пур çын ывăлĕ-хĕрĕ мухтанат çук çинчен мар, пур çинчен. || Понапрасну, ни с того, ни с сего. N. Чухăн çынна çук çинчен ан хурлантар. Не обижай понапрасну бедного человека.

çул

çол (с’ул, с’ол), год. Альш. Çакă улт-çичĕ çул хушшинче, за последние за эти 6—7 лет. Ст. Чек. Укçипе пĕр çул вăкăр, пĕр çул тына илеççĕ. N. Пин те пилĕкçĕр аллăмĕш çулсенче, приблизительно в 1550 году. Н. Карм. Ефим пичче вилни икĕ çул ытла ĕнтĕ (уже больше двух лет, как...). ТХКА 69. Выçлăх çулне, ытти ачасемпе пĕрле, ман шăллăма та Мускăва илсе кайнăччĕ. Чт. по пчел. № 17. Пĕр сакăр çул пулĕ, лет восемь тому назад. N. Çтена çине кашни çын ячĕпе (во имя), вун çул иртсен вилнĕ çынсен ячĕсемпе пĕрер çурта лартаççĕ. Чăв. й. пур. 5. Пĕр виçĕ çул хушшинче (приблизительно за три года) пирĕн ял пит улшăнчĕ, ĕнтĕ. Изамб. Т. Авланни тăватă çул иртсен, через 4 года после женитьбы. N. Вĕсем икĕшĕ çул сиктермесĕр çуралнă. Они погодки. Ала 25. Иван, эпĕ сана ырăлăх турăм, эсĕ те мана виçĕ çулсăр ан ман. Сред. Юм. Куккук алтнă чохне: эп вилесси миçе çол, çавăн чол алт, теççĕ. (Поверье). Кан. Хусанта, клиникре, 10—12 çулсем куçсăр пурнакансене те тӳрлетсе яраççĕ. Ib. Вăл амана (пчелиную матку) унтан илсе, ик çул çине кайнă ама (матку) ямалла. N. 1850-мĕш çулсем персе çитнĕ: тĕне кĕмен чăвашсем авалхи чăваш тĕнĕпех пурăннă, тĕне кĕнисем пĕтĕмпех тутар енелле сулăна пуçланă. Виçе пус. 6. Пĕр вырăна çул сиктермесĕр тырă хыççăн тырă акса тăрсан, çĕр тăнчах хăрса, начарланса юлать. N. Сыв пул, тăванăм, нумай çула! Шибач. Виç çола кĕрчĕ ĕнтĕ — кайман. Уже третий год, как не ездил. || О возрасте. Орау. Ик çул çурхи ача. Ребенок двух с половнной лет. Ib. Пилĕк çула çитесси тата ик уях-ха. Остается два месяца до пяти лет. Юрк. Çулă авланма çитнĕ. Ты уже жених (тебе пора жениться). N. Ман çак ача виç çолшĕнче (по третьему году) тин отма поçларĕ. N. Вăл çирĕм çул тултарнă. Ему уже двадцать лет. N. Вăл çирĕм çула çитнĕ. Ему двадцать лет. N. Санăн аслаçу сакăрвунă çултан та иртнĕ пулĕ (т. е. ему за восемьдесят). Баран. 158. Час-часах уяр çулсем те килкелеççĕ. N. Ытлашши кунлă (высокосный) çул (ытла кунлă çул). N. Çул — год (возраста), пропускается в выражаниях: çирĕме, çирĕм икке çитсен; эсĕ миçере? — Утмăла çитнĕ, утмăла пуснă (60-ый год , утмăлтан иртнĕ, утмăлсенче пур-тăр (60-ти лет, а м. б. и больше), утмăлсене çитнĕ (лет шестьдесят, но не больше?), утмăлсем патнелле çитсе пырать пуль ĕнтĕ. Янорс. Мана тăхăр çул çитсен, эпĕ вара вăтана пуçларăм. Ивановка. Эпир Хусан кĕпĕрнинчен куçни пĕр пилĕк-улт çул иртсессĕн, пирĕн яла шкул лартса пачĕç. Ib. Çула эпĕ Чĕмпĕре прошени ярса пăхрăм та, мана калла, çул иртнĕ (прошли годы, слишком стар), тесе, çырса ячĕç. Трень-к. Мана аттепе анне, эпĕ çичĕ çул тултарса саккăр çула кĕрсенех (как только мне пошел восьмой год), хут вĕренме пачĕç. Симб. Эпĕ хама хам астума улт-çич çултанпа тапратрăм. Я помню себя лет с шести-семи. Ib. Вĕсем вĕренсе тухсан, эпĕ те тăхăр çултанпа (с девяти лет) шкула çӳре пуçларăм. М. Карач. Эпĕ астăватăп хам пĕчик чухнехине пилĕк çултан. Я помню себя с пяти лет. Альш. Эсĕ ачăна илме тепĕр çулне кил, ун чухне лайăх вĕрентсе кăларăп, тесе, каласа ячĕ, тет. N. Шкулта первейхи çулне вăл шатрапа (чечепе) чирленĕ. ГТТ. Эпĕ астума тытăнатăп пилĕк çулта чухне. СТИК. Манпа пĕр çулта. Мы ровесники. Ib. Хăйпе пĕр çултараххипе, с человеком, который приблизительно того же возраста. Урмай. Вунă çулта чух, вунçич çулти ача пек (он был). Изамб. Т. Пирĕн ялта пĕр сакăрвун пилĕк çулти (лет восьмидесяти пяти) старик пур. Ib. Шăллăмсем: пĕри сакăр çулта, тепĕри пилĕк çулта. Одному из моих братьев (которые моложе меня) восемь, а другому пять лет. Шинар-п. Ун чухне эпĕ пĕр çичĕ çулта анчахчĕ. Тогда мне было лет семь, не больше. Иваново. Ку ачасем нумай çулта пулман: чĕлхесĕрри пулĕ пĕр ултă çулта (лет шести), тепĕри унтан кĕçĕнни (моложе его) пулнă. N. Эпĕ ун çулне çитес çук. N. Çулĕ çав пулчĕ. Нынче такой год. N. † Çарăмсанăн леш енче хĕвелтен те çутă чечек пур. Шанмасса çулĕ килĕнччĕ. Ах, тăванçăм, уйрăлмасса çулĕ килĕнччĕ! Б. Олг. Каран, пер порнсан-порнсан, салтака чĕнчĕç пичия пин те сакăрçĕр вонвиç çолта. ТХКА 71. Шалта Иванĕ, пирĕн Петтяпа пĕр çултаскер: эпĕр шурă пăтă çиетпĕр, тесе мухтанать, тет, вара... Орау. Кăçалхи çулта, çак иртсе пыракан çулта, в текущем году. Ib. Пĕр ватă суккăр анчах: виçĕ çулта пĕре (раз в три года) вунвиçĕ уйăх пулать, тет. Регули 930. Ку çолта çаплах вăл чĕнсе. ТММ. Аллă çултан — паллă. Ялав. Пĕр çулне (как-то в один год) пирĕн атте саппашкă капанĕсене хураллама кĕрĕшнĕччĕ. БАБ. Миттюс, вăл пирĕн ялсем, старик: пĕр утмăл çула çитнĕ. N. Чарăнма йĕрки çук, тепĕр çулсăр чарăнмаç, теççĕ (война). N. Вăл ман çола çитсе вилчĕ. Он умер в моих летах. Ст. Чек. Çул урлă, через год (аlternis annis). || Возраст, достаточный возраст. МПП. † Савнă тусăм, хура куçăм, илеймерĕм çулăм иртиччен. СТИК. Ун çулне çитес çынсем-и вара эпĕр! Нам-ли уж дожить до его лет. Т. Григорьева. † Ĕнтĕ пĕвĕм те пур, çулăм çук. Янтик. † Пиреех те çырнă çын ачи лартăр халĕ çулĕ çитиччен. Подл.-Шигали. Çавă Шăхальсен, ай, хĕрсем, ларччăр халĕ çулăм, ай, киличчен (до моего совершеннолетия).

çул

çол (с’ул, с’ол), дорога. Б. Олг. Çола тохсан, ут йăлăнчĕ (= ывăнчĕ). Бес. чув. 1. Ку пасар çул пăсăлас уммĕнхине пурте пĕлеççĕ. Все знают, что этот базар бывает перед распутицей. Орау. Вăрманпа çул пур-и? Ib. Вăрман виттĕр çул пур-и? Ib. Кӳл тăрăх çул çук. Ib. Уйра та çулсем хурала пуçларĕç, çуркунне пулать. Дик. леб. 47. Йывăç лартса тухнă çул тăрăх. N. † Урам йĕрĕ (след моих ног) çул пултăр; çак ял ачи тус пултăр. Регули 20. Килнĕ çолпа кайлах карĕ. Вернулся тем же путем назад. Ib. 637. Çол олăхпа лайăх-и? Хороша-ли дорога лугами? Ib. 1104. Çол вăрманпа каять. Дорога идет лесом. Ib. 1441. Эп каймастăп, çол осал (утсем килте çук.) Ib. 1444. Кăтарт она çол, вăл ак çохалтăр. Ib. 1446. Мана çол кăтартса яр, манăн çохалас марччĕ (чтобы мне не заблудиться). Якейк. Вăрманта çол пит тăвăр (узка): ик орапа тĕл полсан, иртме кансĕр (трудно разъехаться). Ib. Ман тор лаша çол лайăх ертсе пырать. Ib. Çол ик аяккипа та канав пырать. Ib. † Мăн çол çинче опос вырĕс: валти лаши пасарнă, хӳри-çилхи кăвакарнă, сол тытасси йăвăр поль. Изамб. Т. Ул йĕрпе пĕр пилĕк çухрăм кайсан, пĕр çула тухнă. Шурăм-п. Кушак çул татсан (перейдет, пересечет), телей пулмаçть. Ст. Чек. Çула кайнă чух кушак е çын çул урлă каçса кайсан (если перейдет), çул ăнмас, тет. ТММ. Каякана (для идущего) пĕр çул, шыракана çĕр çул. (Послов.). N. Эсĕ каяс çул çинче. N. Çак вăрман хушшипе кукăр-макăр çул каять (идет извилистая дорога). С.-Устье. Эсĕ çул пĕлетĕн-и çак вăрмантан тухма? тет. Салтак калат патша ывăлне: йăвăç тăрне хупарса пăх: хĕш енче çутă пур. Çав енеле турат хуçса пăрах, тет. Патша ывăлĕ, хупарса, турат пăрахрĕ, тет. Кайран, патша ывăлĕ ансан, çутă енеле кайнă, тет. Кайсан-кайсан, пĕр пысăк çурт патне пырса çитрĕç, тет. Коракыш. Вĕсем, çул çухатса (заблудившись), нумай макăрса çӳренĕ. Изамб. Т. Кĕркунне, çул ӳксен (когда установится санная дорога), сутта каяççĕ. Ала 81. Килесси килетĕп те, çул яр мана, терĕ, тет, старик. Поехать-то поеду, но только пропусти. Кан. Пĕр маях çăмăр, тата çул начар тăрĕ. Ала 66. Сĕт çулпа тухса карăмар, çу çулпа килсе кĕтĕмĕр. Сред. Юм. Çôл уçăлчĕ. Дорога теперь открыта. Ib. Çôл сăхă. Дорога тяжела для езды (зимой). Баран. 201. Пĕтĕм çул çийĕ вилнĕ çын пулнă. По всей Дороге валялись трупы. В. С. Разум. КЧП. Çынсем пĕр маях уттараççĕ çулпала. Юрк. Улпутпа лаккей çулпа ларса пыраççĕ (едут в экипаже). Букв. 1904. Çул хура, лавна ху йывăртарах тиенĕ, çапах тата лашуна хĕнетĕн. Альш. Унта та çулсăр çĕртен çӳреме çук. И там нельзя ехать по тому месту, где не проложена дорога. Ib. † Кăçал ыраш пуссисем пит аякра: ялан кукăр çулпалан каймалла. N. Землянкă йĕри-тавра чăрăш турачĕ лартса çаврăннă икĕ ерет, пĕтĕм çул туса пĕтернĕ. Орау. Çул çемçеличчен (юр йăшиччен), до распутицы. N. Çул картланаччен (осенью). N. Çулсем çинче шăнса вилнĕ сала-кайăкĕсем выртаççĕ. || Путь, путина. Кн. для чт. 136. Çул килнĕ майĕпе шăнкăрчăсем кăшт канчĕç те, унтан часрах хирсене, çаранлăхсене çырмасене вĕçе пуçларĕç. N. Мана ама-çури пайтах ылханчĕ: кайма çул, килме вут, тетчĕ. N. Çул çинче тутар мĕн пулассине шухăшласах пырать, тет, теççĕ. (Послов.). М. Тюмерли. Вара, пурте пухăнса çитсен, çула тапранса каяççĕ. Вĕсем кайнă чухне пит шавласа каяççĕ. N. Çол çинче лайăх килтĕмĕр. Сред. Юм. Çôл çӳреме каякан çынна: çôл ăнтăр, тесе, каласа кăларса яраççĕ. N. Москваран Перĕм çĕрне çитесси пайтах çул. ЧП. Кĕркунне пулсан, çуна çӳлĕ ӳксен. КС. Çулне ял тулашĕнчен ячĕç. Заставили ездить проезжих мимо деревни. N. Унтан çул ямаççĕ! Там запрещают ездить! КС. Унтан çул каймасть. Там ехать не надо, не эта дорога. Регули 636. Çол шупа вăрăм. Ib. 31. Вăлсам çол çӳремелли турĕç. N. Çула тухнă чухне, при выезде в дорогу; çула тухса кайнă чухне, в самый момент выезда (выхода) в дорогу. Ст. Чек. Сирĕн патăра кĕме çул килмерĕ (не случилось пути). Ib. Ваня пуян патне кайма çул килмес. Ib. Çула кайнă чух кушак е çын çул урлă каçса кайсан, çул ăнмас, тет (пути не будет. т. е. не достигается цель путешествия). Лашм. † Çӳрен утма ятăм çул çуреме, тытма чĕлпĕр вăрăм пулмарĕ. N. Ырă çынпа çула тухсан, çул иртнине сисместĕн, теççĕ. (Послов.). Альш. Инçе çула хĕр парсан, килни-кайни курăнмас. N. Эсĕ хăвăн чуру Иосифпа пĕрле çула пынă. Янтик. Çул кĕске пултăр тесе, уйăрăлнă чухне пĕри те пуса инçе каять пулсан, тепри ăна: çул кĕске пултăр ĕнтĕ сана, чипер кай, тет. Ир. Сывл. ЗЗ. Çул парах! Кан. Враг. † Хĕрсем çулĕ ăстăльте? Аслă урамăн варринче, хапха умĕнче сак çинче, симĕс сатăн айĕнче, пурçын тĕрри аллинче. Сред. Юм. Çôл питĕрнчĕ. Нигде ходу нет. N. Ыратнине чăтаймасăр, эпĕ çула тăршипех (всю дорогу) кăçкăрса макăрса пытăм. Сунт. Çул çине тухакана укçи те, япали те кирлĕ вĕт. N. Аяк çол, дальняя дорога. N. Пире кирлĕ япаласем çул çинче килме тухнă (уже в пути). N. Кил çулĕ çинче, на дороге домой. КС. Манăн çулĕ уçăлнă. У меня нет препятствий. Собр. † Инçе çултан хурăнташ турăм ĕмĕрлĕхе пĕрле пурăнасшăн. || Проход. Янтик. Халăх ик айккинелле уйăрлса (сирĕлсе), ăна иртсе кайма сарлака çул турĕç (пачĕç). N. Ывалĕ килте мар-тăк — икĕ айкки пĕр çул сана. || Дымовой проход. Пир. Ял. 1928, № 51. Анчах, кăмакан тĕтĕм çулĕ нумайрах пулас пулать. || В перен. смысле. Собр. Куçсăр çын хăй умăнчи чашки çинче те çулне тупаймаçть, теççĕ. (Послов.). Толст. Ку манăн çулпа килмерĕ, ӳссĕр тавăрăнчĕ, курăнать, терĕ, тет. || Назв. духов. N. Унтан кайран турă çулне пăтă, турă амăшĕ çулне юсман паратпăр, теççĕ. || Встреч. в выражении: N. † Вăрманта упа, аннеçĕм, хирте кашкăр, аттеçĕм! Ăçта хурам-ши пуççăма? Çӳлелле пăхрăм — çул çӳлĕ, çĕрелле пăхрăм — çĕр хытă. || Грива? (Срв. тюрк. jaл, грива). Пазух. Хура лаша çулĕсем, пĕкĕрен çӳлĕ пуçĕсем. || Влагалище. Сборн. по мед. Пит хытă ыратнă чух, ача пуçĕ хăвăрт килсе çулĕ çурăласран, ача пуçне кăшт тытас пулать. || Право. N. Манăн çол пор.

Çолавăç

(с’олавы̆с’) или Çолаç, название сел., Село-устье, Алик. р. Эпир сур. çĕршыв 24. Çак тĕлтех, çултан сылтăм енче вăрман хыçĕнче, (вправо от дороги за лесом) чир-кӳлĕ ял Очкасси, сулахай енче Çулавăç лараççĕ. || Назв. поля. Эпир çур. çĕршыв 20. Хурăн-йĕрĕхрен вăрман патнелле каякан хире „Çулавăç“ теççĕ.

çумăр

çомăр (с’умы̆р, с’омы̆р), дождь. См. çăмăр. СТИК. Тен çумăр çăват-и кĕçĕр; пĕлĕтсем хура-хура туха пуçларĕç. Смотри, как бы сегодня дождь не пошел, все собираются черные тучи. N. Икĕ уйăхран (через два месяца) аслă вăйлă çумăр килчĕ. ЧС. Вара аслати авăтăрĕ (= авăтрĕ) те, шултăра çумăр ячĕ, кĕтӳ те кӳртĕрĕ (= кӳртрĕ). N. Çумăр çумаллипе çăвать. Дождь идет все сильнее и сильнее. Янш.-Норв. † Çумăр килет хуралса, вăрман çине шуратса. ТММ. Мана кĕтеççĕ, эпĕ тухатăп та, тарса пытанаççĕ. (Çумăр). Зап. ВНО. Çумăр юхтарса çăвать. Идет сильный дождь. Ib. Çумăр çӳпçерен тăкнă пек тăкать. Шурăм-п. Çумăр çӳпçерен янă пек çурĕ. Ib. Унччен те пулмарĕ, пĕр хĕринчен (с одного края горизонта) çумăр кăвакарса тухрĕ. Изамб. Т. Çумăр çуса иртсе кайсан, когда выпадет (или выпал) дождь. Регули 1367. Çомăр чарăнсанах, кайрĕ. Ib. 1080. Çак çомăрта порте йĕпенчĕç. Этот дождь помочил всех. Ib. 1061. Çомăртан (лапраран) каймарĕç. Не пошли, так как был дождь (была грязь). Ib. 806. Çомăр çуни лайăх мар. Ib. 412. Ыран çомăр полĕ (пожалуй будет). Ib. 410. Ĕнер-çомăрччĕ. Вчера был дождь. Сятра. Çомăр кĕрсе карă, тет, Холă кап çомăр çоат, тет. Ib. Кăнтăрлаки çомăр ниме те йорачас, тет (типсе каят), каçхи çомăр анчак калчая йорат. Ib. Ирек корак кăçкăрсан, çомăр полат, тет. Ib. Ой, чивер çомăр çоат, тӧр çомăр. N. Паян çумăр çĕре витерчĕ пулĕ (промочил небось). N. Çумăр витерчĕ мана паян (дал знать). N. Уяв вăхăтĕнче çумăршăн (чтобы выпал дождь) чӳк тăваççĕ, вăл чӳке ачасем тăваççĕ. Ст. Шаймурз. Иртнĕ çумăра юпах тьыхапа ан хăвала, теççĕ. (Послов.). Череп. Çумăр çапса çăват (хлещет). Ib. Çумăр тĕтет (льёт во всю). Ib. Çумăр çунтарат („жарит“). N. Пĕр карчăкпа пĕр старик пурăннă. Пурăнсан-пурăнсан, вăсен ача çуралнă. Вырăс йăлипе, пачăшкă хушнă тăрăх, вăсем ăна тĕне кӳртме чӳркӳве кума тупимасăрах кайнă; ялĕпе те пĕр çын тупиман, мĕшĕн тесен, кума пулас пулсан, чӳркӳве каймала: чăвашсем унта хăшĕ ĕмĕрĕпе иккĕ анчах кайнă: тĕне кĕме, вилсен. Кусене хирĕç пĕр шап-шур сухаллă пуçтаракан старик тухнă та: ăста каяттăр? тесе ыйтнă. Лешсем: ача тĕне кӳртме каятпăр та, пирĕн кума çук. Эсĕ пулмăн-ши? тенĕ. Старик хавас турĕ, ачана тĕне кӳртрĕç. Ача çитĕнет. Пĕре урамра выллянă чух, унтан пĕри: сан пуск-аçу кам? тесе ыйтнă. Лешĕ: пĕлместĕп, тенĕ. Юлташсем пурте кулса ячĕç. Ача вăтанса пӳрте кĕчĕ; амăшĕнчен: ман пуск-атти кам? тесе ыйтма тапратрĕ. Амăшĕ ăна мĕнле тĕне кӳртнине каласа кăтартнă. Вара ача ашшĕсенчен вăрттăн пуск-ашшĕне шырама кайрĕ. Çулпа утса кайнă чух, вăл пĕр хутаç çакса хирĕç пыракан старика курнă. Старик унтан: ста каян, тесе итсен, вăл: пуск-атти патне каятăп, тенĕ. Пуçтаракан: сан пуск-аçу эпĕ, ман пата пырас тетĕн пулсан, куçна хуп, тенĕ. Ача куçне хупрĕ. Уçсан, пĕр пит кетмер пӳртре тăнине курчĕ, тет. Пыск-ашшĕ ăна хунь пӳлĕмĕсене кăтартса çӳрет. Пĕр пӳлĕмре ача ала çинче такана ларнине курчĕ. Патнерех пырсан ала витĕр пăхрĕ те, халăх хĕрсе тыр вырнине курчĕ. Вăл халĕ пĕлĕт çинче пулнă. Ача тĕлĕнсех карĕ. Астумасăр такана çине пусрĕ те, таканари шу тăкăнчĕ-карĕ, ала витĕр юхса çумăр пулчĕ. Халăх хыпаланса кĕлте йăтма тапратăрĕ. Ак мĕнтен пулать çумăр. Б. Олг. Витререн (каткаран) çунă пак çурĕ çомăр. Ib. Тата вăл çомăр витрех вуртарчĕ. Кроме того, он заставил в дождь жать хлеб. N. Вăрман хыçĕнчен çомăр хăпăрать. Из-за леса идет сюда дождик. КС. Çумăр ӳккеле пуçларĕ (накрапывает), сăрат (кладку) тăвар. Артюшк. Çумăр чарăннччен, кунта кĕтсе ларар-ха! Спшрак. Эпĕр конта ларнă чох (пока мы здесь сидим), каллах çомăр çума поçланă. Сарат. Çумăрăн хӳри кăна çакланчĕ. Дождь задел только краем. Ib. Çумăр çитсе çапрĕ. Нагнал и вымочил дождь. Бюрг. Кураксем кранклата пуçласан, çумăр тухат, теççĕ. N. Çумăра яман накидкă. || В перен. смысле — о плачущем. Сред. Юм. Çумăр çăвать! (Йĕрекен çын çинчен калаççĕ). СТИК. Пĕр ушкăн çумăр çуса карĕ (т. е. он поплакал, пролил слезы. Гов. о маленьких).

çумăр курăкĕ

назв. растения, дикая спаржа. Череп. Рак. Çумăр курăкĕ, asparagus L. officinalis L., спаржа лекарственная (сьедобная). Ib. Ĕлĕк çумăр чӳк тунă чухне ваттисем, çерçие çак курăк турач хушшине лартса, темскер каласа вĕçтерсе янă. Унтан вара ачасем, ватăсем — пурте шыва кĕретчĕç, тет. Рак., Кайсар. № 65. Çумăр курăк. Пысăк вăрманта ӳсет. Карчăксем ĕлĕк, çумăр çумасан, çак курăка шыва пăрахатчĕç, тет те, çумăр çăватчĕ, тет вара. Çерçи уй-чук тунă чухне çак курăк тăрне лартса шыв кӳртсе вĕçтерсе янă ĕлĕк. Инçе вĕçсе кайсан, тыра пулат, тетчĕç,

çун

çон (с’ун, с’он), гореть. Чураль-к. † Чăл-чăл çунан вут çутти, катаран курнан вут çутти. Ib. Шел-квар çунса выртать, тимер сенĕк лартнă, хура кĕçе сарнă. Регули 315. Çортасам çонаççи? — Эп онта чохне çонатьчĕç. Ib. 354. Эп пыриччен çоннăччĕ. Сгорело до моего прихода. Ib. З55. Эп пырсан, çончĕ (çонниччĕ). ФТТ. Çуннă япалана çисен, упа тытмасть, тет. (Поверье). СТИК. Мĕн шăрпăкĕ илмелле, пирĕн вучахра вут çунах тăрат вĕт (беспрерывно горит). П.-Пинер. Çунайăрçинччĕ вут çинче. Сгореть бы им (врагам) на огне. Форма грамматически неправильна; надо: çунайрĕçинччĕ или çунайĕçинччĕ. N. Ăнсăртран çунса-туса кайман пулсан. N. Пирĕн ял икĕ аяккипех çунчĕ. Вут тухрĕ те, ялĕпе çунса кайрăмăр. N. Кам арки çине вут ӳкет, вăлах çунать, теççĕ ватă çынсем. Альш. Улăм çунса тухат та, кăмаки умне ӳкет. Огонь, перебивается по соломинкам и падает у печки на пол. || О погоредьцах. Земл. Пирĕн ялсем çула çунса çунаççĕ, вĕсем: хăçан вут пулнине астумастăпăр, теççĕ. ЧП. Эпĕ пиччепе çуна туртса килтĕм те, çуннă çĕре кайрăм. Ib. Çынсем, çунсан, тырă пухса çӳреççĕ, эпир те çавсем пекех хутаçсем çакса çӳрĕпĕр çав. Бес. чув. 5. Пĕрре, çула, вĕсен ялĕ çунчĕ-кайрĕ. Изамб. Т. Епле, пирĕн хурăнташсем те çунни? — Павăл пултăру çунчĕ. || О хлебах (в жару). N. Тырăсем çунса карĕçĕ кунта. || О ярком блеске. Сред. Юм. Çôнса тăрать. Так говорят о блестящих предметах (гиперболическое выражение). Ал. цв. 6. Вăл хĕрлĕ хĕвел пек çунса йăлтăртатса ларать. Сред. Юм. Çунса тăрать (очень изящная вещь). || О сердце. С. Айб. † Ĕнтĕ ăшăм çунат, ăшăм çунат, çулăмсăр çунакан та кăмпа пек. N. Манăн чĕре çунса тухать саншăн. N. Ман ăш пĕтĕм çонса ларчĕ. || Употребл. в бранных выражениях. Буин. Çунтăр-и алтуйăву. Ну ее к чорту, твоею тросточку (с’ореть бы ей). Изамб. Т. Çунса каяшшĕ (çунашшĕ çунса кайманă), таçтĕлте чупса çӳрет! Чорт его знает, где он бегает. (Брань). Череп. Эх, çуннă (или: çунса кайнă) япала! (Брань, относящаяся к человеку, или к вещи; говорится когда что-нибудь не ладится, не выходит). КС. Çунса кайтăр! Ну его к чертям! (Гов. о предмете, которому не придают важного значения). Кама 48. Ку çуннă саманипе туйне те тăваймăн ĕретлĕ. Рак. Çунса кайтăр çанталăкки, пĕртте латти çок. Чтобы чорт подрал эту погоду, она никуда не годится! || Пригорать (о кушаньи). N. Пашалу пичĕсем çунаççĕ, || В различных перен. выраженнях. Изамб. Т. Çунса тухнă (бедственную) пурăнăçа кирек мĕн чухлĕ ĕçлесен те çитереймĕн. Ib. Вутсăр çунманă (не сильная брань). Ib. Эпир вутсăр çунса тухнă. Наше положение ухудшилось ни с того ни с сего. N. Мĕн пур пурăнăçăм манăн çунса кайрĕ. N. Юлашкинчен вăл Ольгăнăн çунса кĕтсе тăнă ĕмĕтне (пламенную надежду) çитернĕ. || Топиться (о печке). Орау. Кăмака çунать-и? Топится-ли печка? Ib. Кăмаку çунса пĕтри? Протопилась-ли у тебя печь-то? Ib. Пĕр кăмаки çунса пĕтменччĕ те: хуп еппин ăна, терĕ (сказала). N. † Мулча хĕрсе çунат-çке. Баня топится во всю. || Быть палиму солнцем. Утăм. Çунса выртан хура пусса пуян валли алтать вăл тарăн. || Горевать. ССО. Çавăнпа ĕнтĕ вĕсем малашне çын сăнне ан курайччăр, шăтăкрах выçăхса çунса вилччĕр. N. Вĕсем çунса ирттернĕ. Они уже пережили все свои горести. Ст. Чек. Çунат-ĕçке çак тăлăх хĕр (горюет, терпит разные невзгоды). N. Ну, ачам, мана çунма нумай пулчĕ. N. † Хĕре çамрăкла парайса: хыпса çунтăр, терĕр пуль. ЧП. Выртса ĕçрĕм ăшăм çуннăран. Ib. Ут пыраймасть çумăр та, ай, çунăран, ай, çунăран; эп юрлатăп ăшăм, ай, çуннăран (от тоски). N. Ĕлĕк выçăпа çунса çӳрени те çитĕ. Достаточно того, что и раньше маялись голодные. || Беспокоиться, заботиться. N. Çапла вара арăмĕ килте çунса тăрать, упăшки ăна пĕлмесĕр укçине салатать. Орау. Саншăн çунсах ӳкрĕ ку, кĕт, килсĕн (= килĕсĕн)-килмĕсĕн! Будет он о тебе горевать, жди! Ему всё-равно, придешь ты, или нет, N. Çунса, чупса çӳрерĕç. КС. Эп ун ачи-пăчишĕн ĕçлесе çунса пурăнтăм. N. Мĕнле майпа та пулсан укçа тупса пуясшăн çунаççĕ. Чураль-к. Вĕрене вутти вĕтрен пек, юман вутти хĕлхем пек; çав хĕр ăшчикки çав ачашăн çавăн пекех çунтăр. (Из наговора). Орау. Эпĕ уншăн пит çунмастăп. || Сильно хотеть. N. Çавăн пекех арçыннисем те, хĕрарăмпа пурăнас йĕркене пăрахса, пĕр-пĕрнипе аскăнлăхшăн çунса пурăнчĕç. N. Эпĕ санăн хыпарна питĕ пĕлесшĕн çунса тăратăп. (Из письма). N. Пурне те пĕлесшĕн çунса тăр. Букв. 1886. Ытла курасшăн çунаттăн, еппин хай нушана аранах куртăн пулать-ха. Кан. Ялти хресченсем маневăрта кам парăнтарассине пĕлесшĕн питĕ çунаççĕ. Ала 8. Эпĕ сана питĕ юрататăп, манăн чунăм пит саншăн çунать. || О жажде. Орау. Çунать вăл, çунать ĕçесшĕн. N. Манăн çунса тухас пек ĕçес килет. Меня томит жажда. N. Шывшăн çуннă çын (жаждущий). Ст. Чек. Шывшăн çуннă. || В перен. знач. N. Чунăм шывсăр ĕнтĕ çĕр пек саншăн çунать. Янтик. Ах, çав ухмахсем! иккĕшĕ те пĕр хĕршĕн çунса çӳреççĕ, тепĕр хĕр çук-ши кăсен валли ниçта та? || Стараться. Кан. Халĕ кружок членĕсем вилнĕ поетсен пултарулăхне сăнас тĕлĕшпе çунса ĕçлеççĕ.

çонатлан

распустить, поднимать крылья. Собр. Чăх çунатланса алтсан, сиен пулат, теççĕ. Ib. Чăх алтан пек çунатланса авăтсан, выльăх чирлет, теççĕ. В. Олг. Кăткă çомăра сиссен, çонатланат (поднимает крылья), вĕçме хăтланат. Чув. пр. о пог. 269. Кăткă çунатлансан, çăмăр пулать. Если муравьи окрыляются, будет дождь. N. Шав хуралтă тăрринче, шулап тăрринче, çунатланса вĕçсе çӳренĕ (пырин). || Ходить с пустыми рукавами. Сред. Юм. Пĕчикрех ачасĕм аллисĕне çанни ăшĕнчен кăларса хĕве чикеççĕ те, вара çаннисĕм саланса çӳреççĕ; çапла çӳрекен ачана: çонатланса çӳрет, теççĕ. || В перен. смысле. Ст. Чек. Праçнике çунатланса кĕтсе тăрат. Ждет праздник с радостью, и готов встретить. Тăв. 51. Кĕçтукăн чĕри çак вăхăтра çунатланса хăвăрттăн тапать.— Юрĕ, Упаньă тете, эпĕ сана нихçан та пăрахмăп.

çур

(с’ур), разрывать надвое, разорвать. N. Вилнĕ çыннăн кĕпине хывса илмеççĕ, çурса кăлараççĕ. Чăвашсем 26. Унтан вара çăмарта ывăтсан, вилнĕ çын кĕпине çурса кăлараççĕ; ăна ахаль хывса илмеççĕ, умăнчен çурса, сăкман пек хываççĕ. N. Эпĕ кĕпене туратран (за сук) çаклатса çуртăм. || Распороть. N. Пулла çур. Бес. чув. 11. Пĕр йывăр çыннăн хырăмне хĕçпе çурса янă. || Разбивать (голову). Абаш. Конта ӳксе, поçна çорăн! (напр., на льду). Б. Яуши. Ача хăвăртрах пуçне тата икке çурса пăрахрĕ, тет те, хуçана тăратма карĕ, тет. || Колоть, раскалывать, пилить, рвать вдодь. Тăв. 14. Унтан лăпсăркка сар чечеклĕ аккас, чаршав пек яр уçăлса, çинçе пилĕклĕ пуп хĕрне çурса кăларчĕ (вдоль). Ib. ЬI. Анаткас пуянлăх пит аван курăнать. Пурин те çурса тунă ампарай, пахчинче хăмла, пыл-хурчĕ. Кратк. расск. 9. Тепĕр кунне ирхине ирех тăнă та, вутă çурнă. Çутт. 42. Атте авăн кăмакине çурман юман вутти пăрахрĕ. || Окучивать. Альш. Унтан ăна (картофель) çумлаççĕ, çум вăхăтĕнче суха-пуçпе çураççĕ. Ямаш. Пирн паян омма çормала та-ха (соха пуçпе копаламалла). || Размывать. N. Шыв çурса каят. Баран. 243. Океансем çĕрелле çурса тăракан пайĕсене тинĕссем теççĕ. Трхбл. Ăна пытарнă тĕле шыв çурса кайнă (водою размыло его могилу). N. Вăл (он) лачака çине те кĕнĕ, шыв çурнă лакăмсене те кĕрсе тухнă. || Обдирать (зерно). N. Кĕрпе арманĕ умĕнче виç путалкка тулă çуртăм. Толст. Кĕрпе çуракан арман (круподёрка). Эпир çур. çĕршыв 23. Тата уйрăм кĕрпе çурмалли арман пур, çу çаптармалли машшин пур. || Перерезать. Эпир çур. çĕршыв 23. Сылтăм енчен улăхалла çак хире виçĕ тип çырма çурса тухаççĕ (перерезают три оврага). || Зарезать. К.-Кушки. Пирĕн сурăхсене кашкăр çурнă. Наших овец зарезал волк. Юрк. Лашине кашкăр çурса тухат. || Пробивать. Кĕвĕсем. Чăршă кĕлет алăкне витĕр çурса кĕрĕпĕр, вăйă иртсе пынă чух витĕр çурса калăпăр. || Разрушать. Вĕлле хурчĕ 27. Карас çине хăпарса пĕтĕм караса çурса (çул туса) шăтарса ерешмен картипе карса пĕтереççĕ. N. Питĕ хытă юрлаççĕ, пӳрте çурса прахас пек (того и гляди изба рухнет) — ним те пĕлмеççĕ. Альш. † Ула пилĕк качака, капан çуран йăли пур. || Бить кнутом. Хĕрлĕ урал № 10, 1921. Çынсене пушăсемпе çурса пĕр йывăçшăн тăватă пин тенкĕ илет. Ала 95. Эсир вăл ачанăнне кĕпине-йĕмне мĕншĕн хывса илнине пит лайăх пĕлетĕп, эсир ăна пыйти-шăркине пăхас тесе мар, унăнне тирне çапа-çапа çурас тесе, хывса илнĕ, тенĕ. || Распускать (почки, листья, цветы). Пазух. Хурлăхан çеçке (цвет) çурсассăн, килет çыран илемĕ. Самар. Тин çурнă çырласем. Ау 355°. † Шур Атăлăн шурă хăви çĕнĕрен çулçă çура-çке. || Разрезать (воду). N. Пулă Çавала хирĕç (против течения р. Цивиля), шыва çурса, çухăрса кайрĕ, тет. Баран. 81. Лере тата ураписемпе тинĕсе çурса пăрахут ишсе пырать. Сред. Юм. Кăçалхи тырра çĕлен те çôрса тохас çок. Нынче очень густой хлеб, так что змея не проползет. || Бить, ударить в нос (о запахе). ЧС. Ĕнĕк шăрши (запах гари) сăмсана çурать. КС. Ача сыснă-им? Пăх шăрши çурать! Орау. Такăш сысрĕ ĕнтĕ (ventris flatum emisit), шăршă çурать. || Оглашать, греметь (о звуке). Кĕвĕсем. Пахчан пĕр хĕрĕнче юрласан, сасси илтĕнет тепĕр хĕрне; пахча вăта çĕрринче юрласан, сасси çурать пахчана. Альш. Хĕрсем каччăсем янратса çурса юрласа кĕвĕ калаççĕ ялта. Ib. Хĕлĕ-çăвĕ урама тухса уншăн-куншăн пĕр-пĕринпе вăрçаççĕ, урама янратса çурса. Ib. Шăри-шари кашкăраççĕ, урам хушшине ян çураççĕ. Ст. Яха-к. Шăнкрав сасси ял çурат (гремит по деревне. Çăварни). Полтава З8. Аçа-çиçĕм сасартăк пĕлĕте çурса янтратсан, шартах сиксе çын чĕтрет. N. Вăл аллипе пĕр сулать, ĕçекене шав ырлать: ĕçет, çиет туй çынни, тĕнче çурать юрлани! Сунт. Пĕр минутран Пруккан çамрăк вăйлă сасси вăрмана çурчĕ. Çутт. 112. Пĕтĕм яла иккĕшĕ çураççĕ. || В перен. смысле. Бур. † Тантăшран лайăх пулас мар, тантăш чĕрине çурас мар. || В чувашизмах. N. Чуна сурчĕ çут тĕнче: аптăрамăп халь ĕнтĕ — тăр кăнтăрла тĕлĕнче хавас улăх варринче. Сред. Юм. Пуç-куç çурса çурет. „Ходит (или работаеть) главным, без боязни“. Ск. и пред. чув 89. Пĕтĕм ăшне-чиккине çурать хăватлă яшки (т. е. яд своим действием выворачивает желудок).

çуршар

по половине. N. Сысна çӳрине варĕнчен (= варринчен) татса, кашнине çоршар сысна çури панă. Ib. Умуççия (яблоко) варĕнчен çорса, кашнине çоршар панă (çоршар умуççи). О Японии. Хутсем (бумажные змеи, московки) вĕсен чылай пысăк, аяккисенчен çуршар хăлаçа яхăн. N. Çак улмана çурмаран кас та, кашнине, çуршар улма пар. Якейк. Пăрушне пусрĕç те, çоршар пăру илсе (взяв по половине туши), киле карĕç.

çурат

, çорат, (с’урат, с’орат), родить. Г. А. Отрыв. Апай хĕрĕх çулта мана çуратнă (в возрасте 40 лет). Слакбаш. Çуратнă — тăратнă, çуламан, типĕтмен (о человеке неуклюжем, грубом, неотесанном). Буин. Виле çуратнă (родила мертвого). Ачи вилĕ пулнă. Ача пăрахнă. N. Инке ача çуратрĕ, ывăл турĕ, Митри ятлă пулчĕ. Б. Хирлепы. † Пирĕн апи пит лайăх, çупа çуса çуратать, тĕкпе шăлса тăратать. N. Матку ача çуратрĕ, ачи хĕр-ача, ячĕ Александра ятлă пулчĕ. N. Пит йывăр çуратрĕ. Ачач 2З. Сана та çак, ывăлăм, вăрмантах çуратса пăрахрăм. Ун чухне эпĕ куккусем патне çимĕке кайма тухнăччĕ. Регули 194. Хам çоратнă çĕре каям. Ib. 821. Вăл пырса мана çоратнă яла. ЧС. Эпĕ пĕчĕкçĕ чухне манăн анне ывăл-ача çуратса пачĕ. Юрк. Çул çинче, килне ларса тавăрăннă чухне, иккĕш калаçса пыраççĕ: ку начальник таврашне, калăн: этем çуратман, тесе. || Создавать, творить. С. Дув. † Çакă вăйя выляма пире анне çуратнă. Микушк. † Шурă-шурă çăмарта, тăварсăр çиме юрамасть. Чун çуратса, пӳ ӳстерсе (если родился человек и пришел в совершеннолетие), мăшăрсăр пурăнма юрамасть. К.-Кушки. Тырă-пулла çуратакан турă, назв. божества. || Родиться. Пшкрт. Эп конта çоратса. (Для чуваш др. местностей это звучит очень странно; они скажут: эп кунта çуралнă, или: эп конта çуралнă). Ib. Эс ста çоратсан (родился)? — Конта çоратсан. Ты где родился? — Я родился здесь.

çураç

çораç (с’урас’; с’орас’), мириться. П. Сорм. Вăрçма килтĕн-и, çураçма килтĕн-и? Болезни. Кама-та-пулин хур тунă пулсан, е хуйхăртнă пулсан, çавсемпе çураçас, килĕшес пулать. || Соглашаться. Шурăм-п. Микки çураçрĕ, хăйпе пĕрле вăрра илсе кайма пулчĕ. N. Иван Сусанин ăсатма çураçсан, поляксем пит хĕпĕртенĕ. || Сватать. N. Мана учитĕле çураçаççĕ (сватают за учителя). N. Анна качча карĕ Туçана, халĕ чирлĕ, хăйне çураçман-ха. N. Ну, патша çураçат, тет, хĕрĕпе Ивана, аптăратнăран. Ск. и пред. чув. 70. Çак ырă çын Михетер хăйĕн херне юратса, аслă çăварни хыççăнах хучĕ ăна çураçса (просватал). N. Пирĕн Укçинене çураçса карĕç. N. Ман валли хĕр çораçма кайнă. N. Аньока хăш ялсене çораçса янă? — Иккассинене (Иккасси ачине). Юрк. Хĕр çураçаççĕ, авлантараççĕ, туй туса илеççĕ. ТХКА 26. Çав çулне Шураçри мăн Тимухха ывăлне авлантарма Штанашран хĕр çураçнăччĕ. Янш.-Норв. Пирти чăвашсем ывăлĕсене авлантарас пулсан, хăшĕ хĕрсене вăрласа илеççĕ, хашĕ хĕр ашшĕпеле чипер килĕшсе, хĕрпе каччине юраттарса илеççĕ, ăна вĕсем çураçса илни теççĕ. Ib. Евчи çапла сăмах çӳретсе темиçе те хутлать, кайран вара чысти килĕшеççĕ те, хĕр ашшĕ патне çураçма каяççĕ. Вĕсем унта пĕр витре сăра ăсаççĕ, тата çурштава яхăн эрех илсе ĕçсе çиеççĕ. Чысти ӳсĕрĕлсе çитсен, хĕр ашшĕсем хĕрне кĕлетрен шур пир илсе кӳрттереççĕ те, парне касса авланас текен ашшĕне пама хушаççĕ. Хĕрĕ ун чухне вара йĕрет, ниепле те касасшăн мар, амăшĕсем ирĕксĕрех кастараççĕ. Хĕрĕ пире ирĕксĕрех касать те, упăшки пулассин ашшĕне парать. Аланас текенин ашшĕ унăн вырăнне хулăм укçи парать. Çапла вара вĕcем çураçаççĕ, унтан турра сăхсăхкалаççĕ те, авланас ашшĕне качалка урапапа киле леçсе хăвараççĕ. Авланаканăн ашшĕ парнине пиçиххи çумне хĕстерет те, урапа çинче кăшкăрса анчах пырать. НАК. Çапла калаçсан-калаçсан, мĕн чухлĕ те пулин çураçаççĕ вара. Е çĕр тенкĕ, е çитмĕл тенке, е аллă тенке, мĕн чухле çураçма май килет, çавăн чухле çураçаççĕ (устраивают сватовство, порешают дело). N. Каччи çураçма çӳремест, каччăсăр çураçаççĕ. Т.-И.-Шем. Пушă пăрахсан, çураçма хатĕрленме тытăнаççĕ, малтан хăçан çураçмаллине канаш туса кун хураççĕ. Кунне пит тиркеççĕ, çуна пăрахнă кун ан пултăр, ытларикун ан пултăр, хăш кун хăш çыннăн килĕшнĕ кунĕ пулат. Юмăç калат: сан çав кун телейлĕ, çав кун телейсĕр. (Больше всего „çураçма“ назначают на эти счастливые дни).

çураçуллă

мирный; мирно, в согласии. Бес. на м. г. Вĕсене çураçуллă, варлă тăвас пулать. Шыв çинчен. Вĕсем, пĕр тăван пекех, ятлаçмасăр, пĕр-пĕринпе çураçуллă пурăннă. || Согласный. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. З4. Çăм, тĕк, хупă, тата тир тĕсĕсем, пуринчен ытла чĕрĕ япаласем хăйсем пурăнакан вырăн тĕсĕпе çураçуллă. ТХКА 3З. Çураçуллă çак туя, килĕшӳллĕ тумашкăн, эсир кăмăл тăвăрсам.

çурта

çорта (с’урда, с’орда), свеча. Микушк. Вилнĕ выльăх çăвĕнчен тунă çуртана çутсан, пĕтĕм выльăхсем те, этемсем те пĕртте вăранмаççĕ, тет, пĕр майлах çывăраççĕ, тет. Вил-йăли. Хывнă чухне вилнĕ çын ячĕпе алăк патне пĕрене çине пĕр çурта лартаççĕ. N. Çурта пек, тӳп-тӳрĕ тăрать, ЧП. Йыснаçăм, йыснаçăм, улпут пек, шăратса та янă çурта пек. М. Тув. † Кĕлетки çурта пек. Ст. Янсит. Çав турăш умне кайса ларт çак çуртана. Кĕвĕсем. Йыснаçăм, йыснаçăм, ыр улпут пек, турă умĕнчи сар çурта пек. Пшкрт: мэ̆ри ы̆жалда, учэ̆ толда (с’орда). В. Олг. Йӳç (дерево) çорта пакчĕ. Бюрганский. Уншăн кĕл-тума мар, турра çурта лартма. Ăна пĕтертĕрччĕ ырă турă... СПВВ. Сарă çурта пек сарă çын. Альш. † Тăванăм, тăванăм, улпут пек, халĕ çуртаран (чит. ăстанран) кăларнă çурта пек. ТММ. Çурт çуртасăр пулмаст. („Семья не без урода“). Тюрл. Çил арманĕ çурта пек тӳрĕ çунчĕ (горела). Якейк. † Çуне çорта ятăм та (сделал свечу), çут-çанталăк çутăлчĕ. Сред. Юм. Çорта айне шаккарĕç. (В день поминок к вечеру ходят по всем дворам деревни и говорят: „çорта айне“потом все, кто хочет, приходят на поминик). М. Васильев. Помилккене пыма килĕрен чĕнсе çӳремеç, ăна пĕр лашана шанкăрма çакаç те, ытланса, орам тăрăшпе: çорта айне! тесе çохăрса тохаç. N. Вăл (т. е. ача) вара: çурта айне сăра ĕçме, тесе, кăшкăрса çӳрет. Ст. Яха-к. Çынсем, хĕвел анса каç пулсассăн, харпăр хăй пĕр-ик хурăнташĕсемпеле пĕрлешсе вилнĕ çынсене хываççĕ. Вĕсем алăк патĕнчи пĕрене çумне, унăн килĕнче миçе çын вилнĕ, çавăн чухлĕ çурта лартаççĕ. Чăвашсем патне кирек хăш пӳрте кĕрсен те, паллах алăк патĕнчи пĕрени çуртапа çунса хурални. N. Çурт айне (= çурта айне) сăра ĕçме, теççĕ. (Вилнĕ çынна асăнса ялти çынсене пухнă чухне çапла кăшкăрса чĕнсе çӳрет пĕри). См. Магн. М. 170.

çурхат

(с’урх’ат), название старинной посуды, своим видом напоминавшей коня-иноходца, что видно и из названия: çăрха+ат, т. е. çăрха+ут. (Ред.). Туй. Ылттăн тарилкке çинче çурхат вылять, çав çурхат пек пире выляса кулма ирĕк пулинччĕ. Такмак. Сим-пылпа тутлă шерпет хушшинче ылттăн тиркĕ ларат, ылттăн тиркĕ çинче çурхат вылят, çав çурхат пек пире выляса кулма ирĕк пулмĕ-ши? N. Ылттăн тиркĕ çинче çурхат вылят. См. чурхат. С. Алг. Вăл ултă уралă сĕтели çийĕнче, пĕр пуçĕнче сирсе сирĕлми сим-пыл ларат, тепĕр пуçĕнче тутлă шерпет ларат; сим-пылпа тутлă шерпет хушшинче, ылттăн тиркĕ çийĕнче, çурхат вылят, çав çурхат пек пире çак туй халăхне выляса кулма ирĕк пулмĕ-ши?

çут

çот (с'ут, с'от), подр. удару. Панклеи. См. чош. Б. Олг. Хыйматлăх лартрĕ хĕрне, ларчĕç, тохса карĕç. Каччи тохрĕ, ой-хапхи патне тăрчĕ. Йоллине турĕ, виççĕ çот, çот! çапрă пушăпа ой-хапхинчен тохнă чох. Ib. Уç-лаппипе (= ывăç лаппипе) çапрăм стӳел çине çот! Ib. Атан сапор çине хăпарса ларат, çонаттипе çот, çот, çот! çапат, атсарат (= авăтса ярать): киккирик! тесе. Сятра. Утня (= утне) çот! çапат, тет. Ib. Çын утланса ларчă, тет те, çут, çут! парат, тет; вăртра (?) кӳл йăври-тавра виç хут çавăрăнса çитрĕ, тет. Тип-Сирма. Çак начар çын калех тепĕр ăстаккан тултарса ĕçнĕ те, аллисемпе кăкăрне çут! çапса: иккĕ кунта срок ыранччен анчах, тесе каланă.

çутат

(с’удат), освещать, засветить. Ау З. Трантасийĕн икĕ енче икĕ хунар çутатса пырать, тет. Янтик. Çиçĕм, пĕр йăлтăртатсан, пĕтĕм тĕнчене çутатса прахать. Ib. Пĕтĕм шыва çутатса ячĕ çиçĕм. Çĕнтерчĕ 53. Электрицă хăçан çутатакан пулать-ха, сирĕн? Икково. Çутатса парас. Надо вам (для вас) засветить огонь. N. Пĕтĕм шăва вут пек çутатса янă. Чув. пр. о пог 64. Уйăх пат шурă пулсан, çутатса тăрсан, сивĕ пулать. Если месяц кажется белым и блестит — будет холодно. N. † Çутатса хонă калошне тăхăнсамăр шăлăмсем. Изванк. Уйăх-хĕвел, ăна (т. е. парня) çак çĕр çинчех усраса, ун çине çутатса тăрăр (т. е. не попустите уйти в солдаты. Моленье в подполье). Эльбарус. Хĕвел янкăртатса çап-çут çутатса тăратьчĕ. Ib. Онччен те полмин ман патналла çамка çинчи сăнакне (кокарду) çутатса питĕ хытă стрелок чупса пыма пуçларĕ. || В перен. знач. Кан. Мĕнле лартса туни çинчен çтена хаçачĕ çинче çутатмалла.

çут-çанталăк

свет, мир. Кан. Суккăрсем ĕмĕрне çут-çанталăк курмасăр иртереççĕ. Йӳç. такăнт. 35. Кĕркури. Аннене пиллетĕр, çут-çанталăкра çӳретĕр! Пирĕн тăкăнни те сая каймасть. Альш. Çак çут-çанталăкра мĕн хаклă? Ырăлăхпа сывлăх пит хаклă. Шорк. Çут-çанталăкра темĕн те курăн. N. Çут-çанталăк çутти пурне те çитет. (Изречение). Ала З. Çак хĕр çут-çанталăка курсанах çухалмалла (должна пропасть). Ib. Эпĕ кун пушшĕ пултăм, атия та, апия та курман, тенĕ, тет, тата çут-çанталăка та курман (не видала), тенĕ, тет. N. Авă эпир мĕн куратпăр хамăр куçпа: çĕршыв, тата çӳлте хĕвел, ойăх, çăлтăрсем, тата çӳлти кăвак пĕлĕт, ăна çут-çанталăк тетпĕр. || Назв. божеста. Т. VI, 72. Çут-çанталăк турă çулĕ. Ib. Çут-çанталăк амăшĕ, çут-çанталăк.

çут-тĕнче

мир. N. Иртрĕ видно манран çут-тĕнче. N. Çут-тĕнчере пурăнма савăк. С. Алг. Хапхаран тухнă чухне: çут-тĕнче курса кай, тесе, уçса кăтартаççĕ (покойнику при выезде со двора). Ст. Чек. Çут-тĕнче талайран юлнă. Хурамал. † Аттепе анне пире çуратман пулсассăн, çтаччĕ ку çут-тĕнче. Трахома. Чĕрĕллех, мĕскĕн, {{anchor|DdeLink281202124043775}} çут-тĕнчерен уйăрăлать. СТИК. Çут-тĕнчене курам мар (клятва). || Назв. божества. Русак. Альш. Çут-тĕнчене путек. Т. VI, 5. Çут-тĕнче амăшĕ, çут-тĕнче... Ск. и иред. чув. 8. Çут хĕвелпе çут-тĕнче вăй паччăр çак кунсенче. Ib. Пӳлĕх, хăрпан, çут-тĕнче мана савса тăратьчĕç.

çут

çот, зажечь засветить. Орау. Çутса парас пуль сире (т. е. лампу). Янтик. Кăçал хĕлĕпех çак ламппа çутса пурăнтăмăр. КС. Эпир кăçал ку ламппа çутса пурăнтăмăр. N. Электричĕствă çутса яр-ха. Выçăхакансем 5. Лампă та пулсан çутчăрччĕç пĕр хутчен. К.-Кушки. Çут. Зажги. Ib. Çутас-и? Зажечь? Чхĕйп. Хайхи алăк патне хывма лартнă чĕрессемпе йăнашар хунă çăкăр çине çав хайхи (относится к çурта, а не к çип) çипрен тунă çуртана çутса янă. Сунч. † Çутсан, çут хăйна çутăрах. Поднять, так подними огонь побольше. Альш. Ку раксен хайчипе çурта хĕстере-хĕстере çута-çута ярат, тет. Ib. Асту, епле çутса пăхать. (Çĕрле аслатьи авăтмасăр çиçĕм çиçнĕ чухне калаççĕ, как будто кто-то нас ищет огнем.) Ала 2З. Чиркӳ ларать, ним калама та çук: ăшне çуртасем çутнă, çăп-çутă çутăлса ларнă, тет. || В неизв. значении. М. б. описка? Шихаз. Эпир татах (опять) сурăхран çутса юлтăмăр.

çутă курка

„светлый ковш“. Ау 229. † Эпир килтĕмĕр çак киле çутă куркасем шыраса.

çухăр

çохăр (с’уhы̆р, с’оhы̆р), визжать, кричать благим матом. Шашкар. Çухăр, шуметь (кричать, петь, читать всем вместе: мĕн çохăраттăр?). КС. Тытсассăн, çухăраççĕ (хора-курак, чана). Сред. Юм. Мăйран пăва пуçласан, хăвах çôхăрса ярăн-ха, т. е. когда понадобится, сам же попросишь. Шел. II. Пĕтĕм вăйран çухăрса макăра пуçларĕ. Кан. Çухра-çухра йĕрет. Чув. пр. о пог. 229. Шаланкă çухăрсан, если коршун кричит. Шорк. Чĕпписем амĕш çохăрнине илтсен, чопса тохнă та, питĕ хорланса макăрса йолнă. Тогаево. Кайнă чох çохрать, килнĕ чох хăсать. (Шыв кӳни). Эльбарус. Пишон вара çохра-çохра нăйăклатса кĕрсе илсе паратьчĕ. Ib. Кайран вара хамăр патăртан орам тăрăшпе питĕ хытă çохăрса уялла карĕ, тет. Çĕнтерчĕ 14. Мĕн çухăратăн? || Верещать. Синьял. Сысна çохăрсан, сивĕ пулать, теççĕ. Изамб. Т. Сысна çури çухăрат (визжит); ача çухăрат (в перен. смысле — плачет очень). Ст. Чек. Çухăраççĕ сыснасем, ачасем (вылянă чух, макăрнă чух). N. Сасратăках çак сысна çури хытă çухăрнине илтет. Кан. Сысна та картаналла çухăрса чупать. || Скрипеть. Çутт. 153. Тикĕт сĕрмесен, урапа çухăракан пулать.

çӳпĕ

(сӳбэ̆, Пшкрт: сӳрэ̆), сор, мусор. Синъял. † Улăм çӳппи, ут çӳппи, ут вăлашки айĕнче. Альш. † Улăм çӳппи çĕр кӳрнек. || В перен. смысле. N. Пире улпутсем нимĕн вырăнне те хисеплемеççĕ, çĕрти çӳпĕ вырăнне те хумаççĕ (не ставят ни в грош), ЧС. Çав çунса кайнă хуçисем (погорельцы) çӳпĕ те кăларайманччĕ (ни соринки не вынесли, т. е. у них все сгорело). Янтик. Ман çурт пĕтĕмпех (дотла) çунса пĕтрĕ, пĕр çӳпĕ те илсе тухаймарăм. Ашшĕ-амăшне. Пур япаламсене те сирĕн ята çыртартăм (перевел на вас), хама пĕр çӳпĕ те хăвармарăм. || Младенец (в наговорах). Т. VI, 65. Е пĕсмĕлле! çак çӳпĕрен тух куç...

çӳре

(сӳрэ), ходить, ездить, двигаться. Н. Сунар. Кинĕ ларать, хунямăшĕ çӳрет. (Алăкпа алăк янаххи). Кн. для чт. 6. Урисем унăн çӳремен, куçĕсем курман, хăлхисем илтмен, шăлĕсем пулман. Регули 767. Эсĕр сарлакарах тăвăр, орапапа çӳремелле полтăр. Ib. 609. Эп çӳремелли тояна çохатрăм. Ib. 161. Çавăнта çӳренипе (çӳренипеле) ăвăнтăм. Вомбу-к. Çӳрекен çӳрме тупнă, тет. (Послов.). Сред. Юм. Çӳрен каска якалнă, выртан каска мăкланнă. (Послов.). Ib. Çавăнпа çӳренĕçĕм иксĕмĕр таппа хирĕç полтăмăр. Мы с ним ходили, ходили — встретились... Ib. Çӳренипе пуяс полсан, такçанах пуймалла та эпир, ни пуйни çок, ни чысти çôка ерниех çок. Если судить по нашим трудам, занятиям, хождениям на заработки, давно бы мы разбогатели... ТММ. Хĕр шырама çӳрекен çыннăн картишĕнчи пус валашкине ӳпĕнтерсе хурсан, хĕр час тупаймаст, тет. К.-Кушки. Пасара çӳретне эс? Ходишь-ли ты на базар? N. Çӳрекене шăмă тупăнат. Кан. Çӳресен-çӳресен „Хозсельсклад“ тенĕ лапкана пырса кĕтĕм. N. Хула тăрăх хутпа çӳретĕп. Разношу по городу бумажки. Орау. Асăрханарах çӳрĕр, ачамсем! Будьте осторожнее. АПП. † Ылттăн турпас çуттипе Аçтăрхана çӳрерĕм. Альш. Уттари, чуптари (уттарар-и, чуптарар-и?) çӳремешкĕн пирĕн кӳлнĕ утсем начар мар. Регули 41. Манăн утсам килте пор çӳремеллисем. Ib. 40. Кусам çӳремелли утсам; ку утсам çӳремеллисем. || ТХКА 85. Пысăк кĕтĕве йышсăр кĕтме хĕн. Çавăнпа хампа пĕрле кĕтĕве çӳреме икĕ тутар ачи, икĕ чăваш ачи тытнăччĕ эпĕ. || Приходить (куда). Орау. Эп ăна 8 сахатра килме (çӳреме) хушнăччĕ. N. Мĕн тума çӳретĕн! Ск. и пред. чув. 6. Çĕрле çӳрес хăнам çук, утах хăвăн çулупа! || Плавать. Чураль-к. Сакайĕнче çар иртĕ. (Хĕлле пулă çӳрени). || Вести (общественную работу). Ала 89. Халăх çинче çӳрекен çын. || Ходить (о болезни). Çутт. 85. Чир çӳренĕ вăхăтра чĕрĕ шыв ан ĕçĕр. || Ходить (в картах). Изамб. Т. Санăн çӳремелле. || Обходить дома (с визитом). Альш. Тепĕр кунĕ кунĕпе хăнасем каяççĕ „çӳреме“. N. Пĕтĕм яла çӳресе пĕтерсен. || Гулять, прогуливаться. К.-Кушки. Эпĕ паян аслă улăха çӳреме кайрăм. || Гулять (кутить). Чăв. й. пур. ЗЗ. Тата пĕр вăхăтра салтака каймалла ачасем ялта çӳренĕ чух, çав Прухха пĕр ачанăн пилĕк тенкĕ укçине ĕçсе пĕтернĕ. || Ходить с намерением, хотеть, желать, стараться, норовить. Т. VII. Ĕлĕк пĕр арăм тата упăшкине вĕлересшĕн çӳрет, тет. Рак. Кăчунехи ывăл-хĕр хăй пуç пулма çӳре-çке (= çӳрет-çке). Юрк. Эсĕ кĕнеке кăларнине илтсенех, эпĕ темĕн тĕрлĕ савăнсаттăм, пĕр вăхăтра темĕн пек туянма çӳресе те ниепле те туянаймарăм. Трхбл. † Ĕнтĕ ир те пĕччен, каç та пĕччен, чунăм пĕччен выртма çӳремест. (Солд. п.), С. Тим. Туттăр парса вырнаçсан, хăй те пыма çӳрет-çке (девушка. Пыма çӳрет — хочет итти, илме çӳрет — хочет взять или купить). N. Çакăскер мана вĕтес тесе çӳрет-ха та, темĕн, пултарайĕ-ши! Яргуньк. Мăн хурчка пулса хур акăшĕнчен çӳлерех вĕçсе хăпарчĕ, тет; хăпарсан, çав хур акăшне тапасшăн çӳрет, тет. Хурамал. Çав çынсене шуйттан пит вăрçтарасшăн çӳрет, тет. В. С. Разум. КЧП. Вăл çынна усал тăвасшăн анчаж çӳрет. Кĕвĕсем. Аппа ука тĕртет-çке, çутă пулма çӳрет-çке. С. Тим. † Кӳршĕ хĕрĕ кӳрнеклĕ (полная и с красивыми формами тела), туттăр пама çӳрет-çке. || Находиться, пребывать (о предмете, переходящем с места на место). Н. Седяк. † Кĕмĕл çĕрĕ, мерчен куç, арçын аллинче çӳрет. О сохр. здор. Кайран пĕри сивĕрен пăсăлса чирлесе каять, тепĕри сывах çӳрет. Чеб. † Анне ывăлĕ пуличчен, хĕреслĕ тенкĕ пулас та, анне умĕнче (на груди) çӳрес-мĕн. ЙФН. † Атти ывăлĕ пулаччен, кĕмĕл çĕрĕ пулас-мĕн, ырă хĕр аллинче çӳрес-мĕн. Перев. Çак асаннен лăпкă каласа панă сăмахсем яланах ман асра çӳретчĕç. N. Рента (аренда) укси пит пысăк пулсан, çĕр-хакĕ те çӳлте çӳрет. N. † Порçăн тотăр полăттăм, хĕр поçĕнче çӳрĕттĕм; йолимарăм, çӳримарăм. Кан. Куç хĕррисем нихăçан та типĕ çӳремеççĕ. Ib. Хăш çынăн куçĕсем хĕп-хĕрлех çӳреççĕ. Ядр. † Ати çури пуличчен, ылтăм шăрçа пулас-мĕн, ыр çын хĕр мыйĕнче çӳрес-мĕн. N. Ывăлăмăра мĕншĕн ятăн эсĕ? Вăл хамăр куç умĕнче çӳренĕ чух мĕн пур шанчăкăм çавăччĕ. N. Темĕскер кăшăлĕ вăл, тахçанах кунта çӳрет (валяется, находится здесь). || Находиться в каком-либо положении. N. Мĕскĕн телейсĕр чун йытă тырĕнче çӳрет. N. Пит-куç савăнăçлă çурет. || Бывать. К.-Кушки. Иван патне çӳретне эс? Бываешь-ли ты у Ивана? Ст. Чек. Нумай ахутара çӳренĕ те, кун пек япалана курманччĕ. || Жить. Юрк. Хам пĕр майлă çӳретĕп халĕ. Живу потихоньку. Изамб. Т. Пит çӳрейместпĕр. Ман çак ачана темĕскер пулнă. Не очень-то хорошо живем. Не знаю, что случилось у меня с этим ребенком. Н. Карм. † Шухăшламан чухне, тăван, çӳретĕп, шухăшласан чĕлхем çыхланать. Ib. † Çӳренĕ чух эпир çӳрерĕмĕр, сăртран сăрта юртакан пăлан пек. || Употребляться. Юрк. Пашалу вăл кирек хăçан та çиме çăкăр вырăнне çӳрет. || Заниматься (чем). N. Сутупа çӳресе. || Лезть. N. Ан çухăр! Тухса кай кунтан! Эсĕ — нимĕн пĕлмен çĕр хурчĕ; çапах манпа калаçма çӳрен тата. || Одеваться, наряжаться. N. Çӳрессе те таса çӳреççĕ, вырăсла та пĕлеççĕ. || Хлопотать. Ск. и пред. чув. 43. Прошени те çырнă, хатĕр ĕнтĕ, çӳремелли çынсене те суйланă. N. Шкула хăвăр çӳресе уçăр. N. Вутта илме ĕç пĕлекене суйлас пулать, çӳрес пулать, атто ак нумайăшĕ хутмалли çуккипе аптраççĕ, тет. || Иметь общение, связываться. Изамб. Т. Ӳлмĕрен ул Микуç (Николай) ачисемпе ан çӳре. Вĕсем ахалех хăна хĕнеттерсе пĕтерĕç. Халапсем. Вăрапа вăрă çӳрет, лайăх çынпа лайăх çын çӳрет. || Иногда не переводится. Баран. 131. Çакăн пек (такие) чулсем пит хакла çӳреççĕ. || Употребл. в качестве вспомог. гл. ЧС. Эпир ун чухне пурте хуйхăрса çӳреттĕмĕр. N. Илсе çӳре возить (напр. людей, турттар в этом см. не употр.). Çав çулне, тухтăрсене исе çӳренĕ чухне, эпĕ нумай укçа тупрăм. ЧС. Çынсем, ĕçсе ӳсĕрлсен, таçта выртса ан çӳреччĕр, тесе пăхмашкăн, касак пекки суйласа хураççĕ. (Сĕрен). Юрк. Çавăн пек епле эрехсемпе шалта сут тунине пăхса çӳрекен улпучĕ авалхи пĕр хупаха сасартăк пырса кĕрет те, астăва пуçлат. Ib. Кĕсем патне кайса-туса çӳреместĕп. N. Унтан темскер шăрши кĕрсе çӳрет. N. Хăна ху нуша шыраса çӳретĕн. N. Сĕрем иртернĕ чухне пĕтĕм çынна çăмарта, чăкăт валеçсе çӳреççĕ. Ала 69. † Пиртен Шурă Атăлсем, ай, инçех мар, куллен каçса çӳрес çĕртех мар. Сред. Юм. Ташланă чôхне йохайса çӳрет (очень хорошо пляшет). Трень-к. Манăн виçĕ кон хошши (около З дней) поç (шăл, мăй, пилĕк) ыратса çӳрет (болела). Однако скажут: манăн виçĕ кон хошши çăпан ыратса тăчĕ. ТХКА 129. Тияккăнĕ-мытарник пасар-пасар сайранах кĕсре лаша улштарса улшуç пулса, çӳресскер. Вино-яд. Санăн сăмсу та хĕрелсе çӳремесчĕ. N. Лашасене илме Т. кайса çӳрет. За дошадьми (чтобы их накупать) ездить в Т. ЧС. Манăн ура нумайчченех шыçса çӳремерĕ (не долго пухла), часах тӳрленчĕ. Скотолеч. ЗЗ. Улттăмĕш кунне хăмписем тулса çитеççĕ те, тата З—4 кун хушши тӳрленсе çӳреççĕ. N. Çалтак кайсан, çӳрени анчах полчĕ. Кан. Хырăм вăхăчĕ-вăхăчĕпе çех мар, яланах ыратса çӳреме пуçлать. В. С. Разум. КЧП. Эпир пĕр хуларан тепĕр хулана куçа-куçа çӳрерĕмĕр. Ib. Çынсем пасарта япаласене пăха-пăха çӳреççĕ. N. Халь эсĕр пирĕн пата кайса çӳретри? Хамăр маткасам сирĕн пата пырса çӳреççи? См. Оп. иссл. чув. синт. II, 49.

çӳре

хождение, путь. Яргейк. Çак Хум-пуç пĕрре çӳрӳве кайма тапраннă. Алик. Хăй çӳрӳве карĕ, тет (старик). Торп-к. Пичĕшĕсем çӳрӳве (çӳреме) каяççĕ, тет те, Пикене калаççĕ, тет.

çăвăнтар

понуд. ф. от гл. çăвăн. Юрк. Çав мунчана кӳртсе çăвăнтарасшăн (пустить вымыться). Такмак. Çак хăта пур туй халăхне те çав мунчана кӳртсе çăвăнтарасшăн, тет. Альш. Сана вăл çăвăнтарĕ те, пылчăклă тумтирне хывтарса лайăх кĕпесем тăхăнтарĕ.

çăва

(с’ы̆ва), кладбище. НИП. Çăвара, на кладбище (т. е. в могиле). Яргуньк. Кайнă чухне вăсем пĕр чӳркӳллĕ ял витĕр тухса çăва кĕтессине ларчĕç, тет. Эпир çур. çĕршыв 19. Мăн çырман тепĕр енче çăва выртать. Ĕлĕк çак çăва çине 28 ял виллисене пытарнă. Актай. Кайсан-кайсан, пĕр çăва патне çитрĕ, тет те, çăва пуçĕнчен: кунта паян пы(та)рнă çын пур-и? тет. N. Çăва çине пытар. N. Вара, кăнтăрла çитсен, пурте таса шурă кĕпесем тăхăнса çăва çине каяççĕ. Истор. Анчах унта, çăва çинчи пек, çын та пулман. Собр. Çăва патне кайнă виле каялла килни çук, теççĕ. (Послов.) || Употребляется в бранных выражениях. N. Мĕн çăви тума кирлĕ пулнă эп вĕсене? На кой чорт я им понадобился. Сред. Юм. Мĕн çăвине çапла хытланса çӳрен çак эс. Ib. Мĕн çăвине пĕрмай çапла хĕнесе çурен çак э çав ачасĕне ахалех? Ib. Мĕн йĕре-йĕрех асапланса çĕклен ôна, кам çăвн хôшнă поль сана она тума. Ib. Такам çăви килет ĕнтĕ тăта. Чорт еще кого несет. (Гов., когда в духе). Ib. Таçта çăвана кайса пĕтнĕ, киле пĕри те юлман. Ib. Эй, çăва (гласная „ă“ почти незаметна), çавна та тума астуман. Ах, чорт возьми, и это забыл сделать. Кан. Картисем (изгородь) карăнса лараççĕ-ха вĕсем. Пахчари ĕçĕ вĕрет. Вăхăтра ĕçлес пулать вĕт пахчара. Карти вăл çăва патне. В. Олг. Çăва панчи (брань). Слеп. Çăва патне кайманскер! ЩС. Çăва патĕнчи (ругательное слово). Янтик. Эп, укçа пулсан, çăва патне те (куда угодно) кайса килмелле, анчах укçа çук. Ib. Темле çын у, çăва панчен килнĕ пуль: тем те пĕр калаçать. Орау. Виç тенки çăва патне кайтăр, ĕç пулсан темех мар (или: ĕç пулсан вăл ним те мар). Ib. Çăва патне вăрçу-япалу! Хурамал. Тупрăн-и çав япалана? тесен — тунмарăм, елле çăва патне кайнă, теççĕ (или: елле хăяматра, елле çăва патне кайнă). В. Олг. Эккей, çăва патне кайманскер, ме итлеместĕн (легкая брань, шуточная)? Ib. Эс çăва тĕпĕнчен тохса кисе, этем мар эс! Пшкрт. Эс онта каятни? — Ста çăва патня онта каяс. N. Тырă, тесе, вилеймĕн, вăл çапса та пăрахĕ (солдат), çăва патне. Çентерчĕ 11. Кам çăва вăл? — Çăва мар эпĕ, çын. Шурăм-п. Çăва, киле каяс пулĕ тесе, тулчукран анатăп.

çăварлăх

(-лы̆х), трещины по углам губ (болезнь). N. Ăна çăварлăх пулнă. || То, что было откушено кем-либо. Городище. Çын çăварлăхне ан çи (не ешь). Юрк. † Çак тантăшсем асма килсен, çăварăлăхăма çăтаймăп. N. Никам та хăй çăварлăхне çынна кăларса парасшăн мар. Ала 96. Пĕр çăварлăх çăкăр та çук манăн. || Удила. Хурамал. Кăвак лашасене çиме пар, çăварлăхĕсене исе пар. N. Лашисене тĕрлĕ енчен çăварлăхпа турткалаççĕ. || Приспособление, которое надевается на морду коровы, чтобы она не сосала других коров. Ст. Чек.

çăвăр

(сы̆вы̆р, сŏвŏр), детёныш. Пазух. З5. Виçĕ уйăхри çăвăрсенчен пуçласа çулталăка çитиччен (о поросятах). Орау. Çăвăр кăларсан, катана ан яр, турă. (Моленье). КАЯ. Хăçан та хăçан çав мулкачă миллион çăвăр амăш пулĕ (будет матерью миллиона детей), çавăн чухне çак ача уртăр. (Из наговора). ТХКА 85. Ративан сысни çăвăр пăрахрĕ вара. || Детка (пчелиная). Вĕлле хурчĕ З. Темиçе çул тăна карас кивелет. Вăл кашни çул çӳре (çăвăр) кăлармассерен, çӳре кипки юлнипе хуралса тачкалать те, хытса каять. Календ. 1906. Çав куçсенчех тата çăвăр (çурă) кăлараççĕ (выводят детку). Кн. для чт. 167. Аван ама пĕр карас куçĕ хăвармасăр, кашнине çăвăр сапать. Ib. Ама çăвăр сапма çуркуннех пуçлать. || Рой пчел. ЧП. Вуникĕ вĕлле хуртăм пур, çăвăр яманран ӳпкем пур. Ib. Вуникĕ вĕлле хуртсене çăвăр яманран ӳпкем пур. Торх. (Курм.). Пирвайхи çăвăр — первак; иккĕмĕш, виççĕмĕш (рой). N. † Çӳлĕ тусем çинче, ай, пĕр вĕлле, çӳллен çăвăр хушмантан ӳпкем пур. || Часть плуга. Янгорч. Çăвăр — ама çумăнче.

çăкăник

восклицание неизв. зн., которое произносит старший дружка на свадьбе. Ала 62. Ман-кĕрӳ пуринчен мала ларать, аллине сăра курки тытать. Вара вĕсем виç тапхăр тăрса лараççĕ. Виççĕмĕш тапхăр тăрсан, сĕтел хушшинчен тухаççĕ те, каччин ашшĕпе амăшне малти сак çине лартса, вĕсен умăнче икĕ тапхăр çаврăнаççĕ, виççĕмĕшĕнче пуççапма лараççĕ. Пуççапма ларас умĕн мăн-кĕрӳ: „Çăкăник!“ тет те, халăхсем пурте пуççапма лараççĕ. Пуççапнă вăхăтра мăн-кĕрӳ çак сăмахсене калать: „Ах аттеçĕм, аннеçĕм, пыр çиме те кирлĕ мар, ал тытма та кирлĕ мар, сирĕн пĕр пус укçăр пĕр сум мар, икĕ пус укçăр ик сум мар, эпĕ сирĕн укçăра ыйтмастăп, пуç сывлăхне ыйтатпăр; эсир пиллесессĕн — пин кунлăх, эсир пиллемесен — виç кунлăх“, тет. Çак сăмахсене мăн кĕрӳ каласа пĕтерсен, пуççапса ларакан туй халăх çапла юрласа ярать: „Чĕнтĕрлĕ те кĕпер, юман кашта, авăна-çке шывăн хумĕпе; çинçе-ях та пӳçĕм, аван чунçăм, тайăла-çке ватсен умĕнче. Пахча та пахча купăста, сире те пултăр, ватăсем, çинче те пӳлĕ сарă хĕр, пире те пиллĕр, ватăсем. Пиллĕрсем-и, атте, пиллĕр, анне, эсир пиллесен — пин кунлăх, эсир пиллемесен — виç кунлăх. Сирĕн пиллĕх пире çитес пулсан, ирхи сывлăм шывпе ким юхтăр; сирĕн пиллĕх пире çитмесен, Шурă Атăл çинче ким лартăр“. Унтан вара çак сăвăсене юрласа пĕтерсен, мăн-кĕрӳ калать халăхсен çинелле пăхса: „Упăтĕк!“ тет. Вара халăх тăрать те, ларакан ваттисене пĕрен чуп-тума тытăнаççĕ. Чуп-туса пĕтерсен, вăй-кил уйăрма каяççĕ. Пӳртрен тухса кайнă чух мăн-кĕрӳ аллинчи куркана алăк патĕнчи çынна тыттарать те, çак сăмахсене калама тытăнать: „Ах пиччеçĕм (ятне калать лараканнинне), çав (ятне калать) пуян туй кӳртет, çав пуян ывăлин туйне кӳртет, ватă-вĕтĕ — пурте туй курма пырăр, сăмсипе сывлан, кучĕпе шăван — пурăр та туйкурма пырăр“, тет. Унтан вара вĕсем тухса каяççĕ. Вĕсем çул çинче виçĕ тапхăр чарăнса такмак каласа ташлаççĕ. Ку киле çитсессĕн, мăн-кĕрӳ алăк патне пырать те, алăк патĕнче туй халăхĕсем апла каласа юрлаççĕ: „Хуçа та пире сăра пар; сăру та пулмин, ху та тух; ăснă та сăру сĕвĕрĕлчĕ пуль, пиçнĕ яшку сивĕнчĕ пуль“…

çăмарта сарри

желток яйца. Икково. Çăмарта саррине çип пĕçернĕ çĕре яраççĕ. || Назв. раст. (красят яйца и материю). Орау. Ст. Чек. Çăмарта сарри, centaurea scabiosa. Ёково, Череп. Çăмарта сарри (сорриы), растет с синевато-красными цветами, из многих соцветий; из них торчат как бы синеватые иголки. Стебель —коричнево-красноватого цвета. Высокое растенне. Рак. Çăмарта сарри. Serratula L., соrопаtа (?) L. Серпуха венценосная. Çăмарта саратаççĕ (мункуна), çип пĕçернĕ çĕре яраççĕ. Рак., Кайсар. № 58. Çăмарта сарри. Çип таврашне, пир таврашне сарра пĕвемелле пулсан, ĕлĕк, çак çăмарта саррине вĕретсе, япалисене çав шыв[а] чикнĕ. Çăмартасене те мункунта халĕ çак курăка вĕретнĕ çĕре ярса пĕçерсе саратаççĕ. П. И. Орл. Çăмарта сарри; ку курăка çип çамçи янă çĕре яраççĕ.

çăмăллат

облегчать. Ст. Чек. Вырассине çăмăллатăççĕ-и? О Исцелять. Ст. Яха-к. Тархасшăнах эсĕ çак кине çăмăллатсам. (Моленье).

çăмăр чӳк

назв. моления. Хир-б. ЧС. Пирĕн ялсем кашни çулах, çăва кĕрсен, канлĕ (scr. кăлнă) вăхăтра çăмăр чӳк тăваççĕ. Н. Седяк. Çăмăр чӳкне çăмăр пулмасан тăваççĕ. Ялтан çу, сĕт, кĕрпе, çăкăр пуçтарса çӳреççĕ. Ял вĕçне тухса пĕçерсе чӳклеççĕ хуранĕпе лартса, унтан вара валеçеççĕ пăттине. Çисе пĕтерсен, пурте кĕпи-йĕмĕсемпех шыва кĕреççĕ. Кĕменнисене шыва тытса пăрахаççĕ. Таврăннă чух урамри çынсене те шывпа: „çăмăр чӳк шывĕ“, тесе сапаççĕ. Пăттине пĕçерсе кĕл-туса пĕтерсен, кăвакарчăн вĕçтерсе яраççĕ, Кăвакарчăн хĕвел-тухăç енеле кайсан: тырă пулать, теççĕ. „Çак чӳке ака пĕтсен тăваççĕ. Срв. описание „çерçи чӳкĕ“. Етрух. Çăмăр пулман чухне çерçи чӳкĕ тунни. Çăмăр пулман çул, чăвашсем çерçи чӳкĕ тăваççĕ. Ялта пĕр виç ватă çын пулсан, усем ялти мĕн пур çамрăк ачасене пурне те пĕр çĕре пухăнма хушаççĕ, вăл ачасене пĕр ачана хушаç килрен кăçкăрса çӳреме. Вара вăл ача кăçкăрса çӳрет кантăкран; вот епле кăçкăрать: çăмăр çуман пирки ваттисем, уçăп пиччепе Ермулла пичче, ачасене пухăнма хушрĕç; усем: çерçи чӳк тутарас ачасене, теççĕ. Вара çапла кăçкăрсан çӳлленех ялта пĕр ача та юлмасть пухуна кайманни. Унта вара пухура ваттисем калаççĕ: ачасем, епле, каплах пулсан, пĕр çăмăрсăр пирĕн тырă-пулă пулмасть, çерçи чӳк тăвас пулать, ан ӳркенĕр-ха, çине тăрăр, ĕлĕк çерçи чӳк тусан çăмăр пулаканччĕ, тырă-пулă та аван пулатьчĕ, ачасем, епле пулсан та, ан ӳркенĕр!“ Вара ачасем кăçкăраççĕ: ваттисем хушнине мĕнма ӳркенес-ха, теççĕ, вăл çăмăр пулсассăн хамăра усă пулать, эпир вара хамăр та выçă вилместĕпĕр. Ну вара ваттисем калаççĕ: эппин, ӳркенмесен, акă çапла пуçтарăр: пĕр çиччĕн-саккăрăн çерçи чĕппи пуçтарма кайăр, килĕрен пуçтарăр, камăн лупас çумĕнче, çта кĕлет çунаттисенче пулать, усен сассисем паллă: чăрăк! чăрăк! туни. Акă усене пуçтарса пурте çырма хĕрне анăр, унта усене тасатса пăтă пĕçерес пулать, тет; ыттисене çăнăх, кĕрпе, çăв, тăвар килĕрен пуçтарма яраççĕ. Çав япаласене пурне те пуçтарса пырсан, вара калех пĕр чухăн çын латĕнче пашалу пĕçереççĕ, çине çу сĕреççĕ. Пăттине çырма хĕринче пĕçереççĕ; пĕçерсе çитерсен, пур хатĕр те çитсен, вара шыв хĕрне анса çав ватă çынсемех чӳклеççĕ. Малтанхи сăмах: вутăш, çырлах, вутăш, çырлах! теççĕ, картусне е шĕлепкине хул айне хĕстерет, ачасене пурне те шывалла пăхса пуççаптарать, вара унтан çиме пуçлаççĕ çерçи чĕппи пăттине; унта çерçи чĕппи те, алă та çитмен сакара(?) йĕри-тавра лараççĕ те, хуранĕ çинченех çиеççĕ. Çисе пĕтерсен кайран, çав ватă çынни калать: çырлах, вутăш, çырлах, вутăш! тет, унтан ачисем те çавăн пекех: вутăш, çырлах, вутăш, çырлах! тесе кăçкăраççĕ, вара çав ватти калать: ĕнтĕ, ачасем, шывпа выляр шыв варĕнче, вара çумăр лайăх пулать, тет. Унтан ват çын килне тавăрнать. Ачасем витресемпе шыв ăсса пĕр-пĕрне хăваласа çӳресе пуç тăрăх шыв яраççĕ. Ачисем килне тавăрăннă чухне аран утса тавăрнаççĕ, хăйсем лачкам, кĕписенчен шыв юхса тăрать, хăйсем çапах пĕр-пĕрне шывпа сапассине пăрахмаççĕ. Юлашкинчен ял хушшинчи тултарнă урам каткисенчен ăса-ăса сапаççĕ. Урам каткисенче кăçан та кăçан шыв пĕтет, вара тин чарăнаççĕ, унтан вара килĕсене кĕрсе типĕ кĕпе-йĕм тин тăхăнаççĕ.

çăмха

(с’ŏмhа, сы̆мhа), клубок. Зап. ВНО. Пĕр çăмхара çичĕ шăтăк. (Пуç). Ст. Чек. Пĕр çăмханăн хĕрĕх шăтăк. (Пӳрнеске). Трхбл. Пӳрт тавра хĕрлĕ çăмха çавăрăнат. (Таракан). Шел. 26. Çăмха кусса кайнă пек, сирпĕнет ун умĕнчен (заяц). Тим. † Çынсенĕн йыснăш çăмха пек, хĕве чиксен кĕрес пек; пирĕн йысна упа пек, çынна курсан çыртас пек. || Мяч. Ачач 96. Çăмхана пуринчен аякка та пуринчен çӳле çапса ярать. || Переносно — маленький ребенок. Кама 60. Çĕнĕрен чирлесен, пĕтерен вара хăна та, çак çăмхана та (ачине кăтартса), мана та пит начар пулать.

çĕклеттер

понуд. ф. от _çĕклентер. Нюш-к. Пит çĕклеттереççĕ-çке сана. N. Çак япаласене те вĕсенех (их же) çĕклеттерес (надо заставить нести). Юрк. Çав тарсене вут тĕртсе, çĕрне çĕклеттерсе ятăмăр (взорвали).

çĕлен-курăкĕ

назв. раст., „анютины глазки“. Кубово. Ст. Чек. Çĕлен-курăкĕ, polygonatum officinale. Ib. Çĕлен-куракĕ, сивĕ чиртен вĕретсе ĕçеççĕ (çырли хура). Н. Седяк. Çĕлен курăк; ку курăкпа сĕтел çăваççĕ. Пшкрт: с’э̆лан коры̆к. Артюшк. Çĕлен-курăк, трава, похожая на папоротник, но ниже его. Чертаг. Çĕлен курăкĕ, семиколенник (блестящий коленчатый ствол красного, местами бледнозеленого цвета; на коленцах по листу; листья чередующиеся, ланцевндные, края их не зазубрены). П. И. Орл., Д. С. Серг. Çĕлен курăк, veronica theucrina. Ĕнене çĕлен сăхсан, çĕлен ĕмсен те çак курăка вĕретсе ĕçтермелле, тата ахаль те, типĕтсе, тӳсе, çăкăр çине сапса парса та пулин çитарас пулать. Ib. Çĕлен курăк (кăвакки). Çĕлен курăк (сарри). Череп. Çĕлен курăкĕ, ландыш.

çĕмĕр

(с’ӧ̆мӧ̆р, с’э̆мэ̆р), разбить. Кан. Кайса çапса çĕмĕр çав çынăн (= çыннăн) чӳрече-кантăксене (у др. чӳречисене). Изамб. Т. Акă çăмартине çĕмĕр (т. е. скушай яичко; гов. угощающий). N. Шăлсăр карчăк шăмă кышлать. (Тылă, кантăр çĕмĕрекенни). Синерь. Кашкăр сиккер-сиккĕр, тет, ниепле те кăлараймасăр, хӳринех çĕмĕрсе, каялла пăхмасăр тарчĕ, тет. || Разрушать, ломать, раззорять. Перев. Ула-курак йăвисене çĕмĕрме карăмăр. || Обкрадывать, Синьял. Çаксен пĕр пахча пур, тет, çаксен пахчине çĕрле çĕмĕрсе каять (кто-то приходит ночью и абкрадывает), тет. Чист. Качакасем купăстасене çĕмĕрсе пĕтернĕ (потравили). N. Çар витĕр çĕмĕрсе, çав слон патне чупса пынă. || Громить, грабить. Б. Олг. Вот вара çĕмĕрме поçларĕç вăлсане, пит çĕмĕрчĕç он чохне вăлсане, пит пусăк соран (убыток) полчĕ çынсане. М. Сунч. Çак мур пирĕн таврари ялсенче пит çĕмĕрсе çӳретчĕ. Орау. Хурт çĕмĕрнĕшĕн пит пысăк çылăх пулать, тит; вăл çылăх çынна вĕлерннпе пĕрех, тит. || Указывает на силу движения. Баран. 56. Çитес çуркунне çĕнĕрен килĕр, чипертерех çĕмĕрсе çӳрĕр! тенĕ (Т. Бульба). Эльбарус. Ал-арманьпех çĕмĕрсе çитнĕ во. Хурамал. Çапла калаçнă вăхăтра упа çĕмĕрсе кĕнĕ (вломился к ним). Цив. Лаши пĕтĕм халăх ăшĕнчен çĕмерсе патша хĕрĕ умне сиксе ӳкрĕ, тет. Çутт. 81. Çуни çине ларать те, сарт айнелле çĕмĕрет (летит под гору). Юрк. Пилĕкĕсене тытса çĕмĕрсе (во всю) ташла пуçлаççĕ. Эльбарус. Тата ĕнисем ман хыçран таптама хăтланса, мĕкĕрсе, вăрмана янтратса, çĕмĕрсе пыраççĕ. Баран. 174. Халăх çĕмĕрсе кăшкăрнă (очень громко). Ib. 54. Вара Тарас поляксем витĕрех тухма шухăш тытнă. Витĕр çĕмĕрсе тухса пынă. || Промыть. Кан. Пĕвене иртнĕ çуркунне шыв çĕмĕрсе кайнăччĕ. || Изувечить. Чăв. й. пур. 19. Ялти çынсене те пурне те хĕнеспе, çĕмĕреспе хăратса пурăннă (держал в страхе). || Пороть, бить. Турх. Ача-пчана ăна çĕмĕр, тетчĕç. || Разорвать. N. Пĕр кашкăр сиксе тухрĕ, тет те, лашине (его) çĕмĕрсе тăкрĕ, тет. || Поднимать гам, горланить. Альш. † Савни анать шывалла, сассипелен çĕмĕрсе. Ск. и пред. чув. 81. Çĕнĕ кĕрӳ çумĕнче çичĕ юланут ташлать, пĕтĕм яла çĕмĕрсе, çăвар карса антăхать (горланит на всю деревню). КС. Çĕмĕрсех калаçать (громко или грозно). Юрк. Автан каçхĕне пит çĕмĕрсе авăтсан, çумăр пулат. ТХКА 103. Сĕм вăрмана упа-кашкăр, сасси çĕмĕрет. || Грохотать (о пушках). Полтава. Сăртсем тăрăх тупăсем хыт янтраса çĕмреççĕ („по холмам грохочут пушки“). || Бушевать. N. Пĕр маях çил тăвăл çĕмĕрсе тачĕ. || Употр. в чувашизмах. Сред. Юм. Паян ĕçлесе çĕмĕртĕм (сегодня много работал). Ib. Эс авăн çапса çĕмĕрен ĕнтĕ, тепле тырри çитĕ сана çапма! (Гов., с иронией, человеку, который не может хорошо молотить). N. Тем чул пуçа çĕмĕрсен те (ломать голову), аса илимарăм (илеймарăм). N. Ăша çĕмĕр, огорчать. Ачач. Тем шутсăр пысăк ĕç çинчен хытă шухăшласа пуçне хытă çĕмĕрсе утакан)... Йӳç. такăнт. 52. Çĕмĕрме тапратрĕ. || Ругать, пробирать. ТХКА 85. Выльăха курайман çынна эпĕ хытă çĕмĕреп.

çĕмрĕк

разбитый, сломанный. М. Яльчики. † Ан кĕр çĕмрĕк хапхаран, хăма ӳкĕ пуç çине; пуян мулне ан хапсăн, хуйхă ӳкĕ пуç çине. Кама ЗЗ. Илсе кайнă чухнех çĕмрĕкчĕ вăл. || Обломок(-мки). Кан. Кайран вара.. инçех мар çак ероплан çĕмрĕкне тупнă (нашли обломки аэроплана).

çĕнĕле

çĕнĕлле, новым, пока новый, в новом виде. N. Эпĕ çак пӳрте çĕнĕле илтĕм. || В ранний возраст. Туперккульос 10. Çамрăк ачана туперккульос çĕнĕлле ленкет. || В начале. Тăв. 69. Çуксем эпĕр çĕнĕлле совета леçсе пĕтертĕмĕр, халĕ пуянсем леçчĕр.

çĕр

(с’э̆р, с’ӧ̆р), гнить. ТММ. Шыва ятăм — путмарĕ, çĕре чикрĕм — çĕрмерĕ. (Кăмрăк). С. Тим. Шыва ярсан, путмаст; çĕре хурсан, çĕрмест. (Кăрмăк). Регули 826. Онта çĕрсе кайиччен, вăл исе кайтăр. Чем сгноить, лучше пусть он берет. || Гноиться. N. Манăн ура тепĕр хут çĕрсе юхат, питĕ ыратат. || Перевариваться (в желудке). О сохр. здор. Тата ăшра (в желудке) та тăварланă аш лайăх çĕрмест. Сред. Юм. Кăвакалăн вăник пĕрчĕ çинĕ çĕре пĕри тавна çĕрет, тет. (Нар. поговорка). || Дряхлеть, дрябнуть. N. Çĕрнĕ, çемçе çын (дряблый). Полтава. Çĕрсе çитнĕ ватă, чирлĕ çын пек (дряхлый). || В перен. смысле. N. Çĕрнĕ япала! Рохля! || Пропасть попусту. Тăв. 50. Çĕрчĕ пирĕн çамрăклăх. Çурри тарçăрах, çурри кунта, кĕтӳре. Кан. Калаçасса аван калаçаççĕ те, вĕсен каланисем çĕрсех пыраççĕ (т. е. не достигают пели). || Обесславиться. Изванк. Çак кил-çурт ячĕ ан çĕртĕр. (Из моленья).

çĕр

(с’э̆р, с’ӧ̆р), земля. Юрк. Тетене салтака хырсассăн (когда забрили в солдаты), эпĕ çĕрпе таппа-тан юлтăм, нимĕн тума та пĕлместĕп. Актай. Каçар пĕвĕм, чĕрĕ çĕр аннем (мать земли), пирĕн чуна кайма инçе, çĕклеме йывăр. Юрк. Çĕр витĕр тухнă этемсем, выльăх(сем?). Сред. Юм. Пĕрмай çăмăр çăвах тăрсан, çĕр хăпарать (почва разрыхляется), теççĕ. N. Çĕр сăхать. N. Çак çĕр çинче хам ятлă ята ямастăп (не дам себя в обиду. Шишкин. † Орай шăлма тăнă та, çĕртен сӳле(л)ле ӳкрĕ те вилчĕ (жена моя. Шутка). Ала 14. Унăн тураттисем çĕртенех (до земли) пулнă тет. Ib. 62. † Пирĕн тăванăн çурт хулăм, çĕрне тая лара-çке. (Свад. п.). N. Çĕр айĕнчен тухакан вырăнта (хуралра) тăратпăр (в туннеле). N. Унта каяччен, çĕр айне кайсан луччĕ пулĕччĕ ман шукăшпа. Орау. Çавăншăн халăх ылханса: Макар ывăлĕсем çĕрех пулччăр! тесе, ылханнă, тет. Сунт. Пăрахсах кайрăм-ши сана, мĕн пĕчĕкрен сан çинче суха-пуçпе чакаланса ӳснĕ хура çĕрĕм? Орау. Çынни сăмахĕпе çĕр айнех антарса ярать (т. е. от его слов готов провалиться сквозь землю). ЧП. Çĕрĕсем çурăлчĕç, йăп тухрĕ. Истор. Вилнĕ çынсене пуçтарса, кĕл-туса çĕре чикнĕ. О сохр. здор. Çĕре чавса тунă пӳрт (землянка; далее о том же: „çĕре авăтса тунă пӳрт“). N. Ун (урхамахăн) пуçĕ пĕлĕте тивмест, ури çĕре тивмест. К.-Кушки. Йывăç мĕлки çĕр çине (на землю) ӳкнĕ. Ib. Сысна çĕр çинче выртат. Ib. Çĕр çине лар (на землю). Ib. Çĕре лар (на пол). Расск. 1З. Хуйхăра-хуйхăрах ачам патне çĕр айне кĕрсе выртăп ĕнтĕ! тесе, пĕрмай йĕнĕ вăл. Янтик. Çынна ылханнă чухне çапла калаççĕ: ешлĕ çĕре хураттăр, тикĕс çĕре тĕметтĕр (пусть образует холмик; пожелание смерти). КС. Амаль пулсан (если бы была возможность), çантах çĕре анса кайăттăм (провалился бы сквозь землю. Гов. сильно застыдившийся или опозоренный) Собр. Чи малтан, юр кайса пĕтсессĕн, çĕре е алăпа, е патакпа çапсан, турă çиленет, теççĕ. (Поверье). АПП. † Эпĕр макратпăр, кӳл тăватпăр, тăшманĕсем кĕпе çăваççĕ; кĕписем шурă кĕпе мĕн, çав кĕпепе çĕре кĕтĕр-и? Чăв. й. пур. 2З°. Çынна кӳрентерни çĕре ӳкмест. (Изречение). N. Ашшĕ-амăшне, ырă тăванĕсене хисеплеменшĕн çĕр çăттăр! (Гов. мать о дурном сыне и его жене). Янтик. † Çĕр çĕклейми пӳртсен çивиттине симĕс-кăвак-палан виттертĕм. Ib. Çĕр çôмĕнчен шуса çӳрет. (Пĕчик лôтра çынна калаççĕ). Тогач. Карчăка çавăнтах çĕр çăтса антарса ячĕ (проглотила земля), тит. Йӳç. такăнт. 40. Ах, турă, Кĕркури, çĕр çăттăрах çана! Орау. Çĕр çăтнă, турран кĕлешшĕ (брань). N. И, çĕр çăтасскер! Магн. М. 190. Çичĕ çĕр ними. Ib. Çĕр çăтни. Хурамал. Çĕр çăтманă пуçна! (Брань; заметьте конечное „ă“). Изамб. Т. Çĕр çăтманă (брань). N. Приккашчĕкĕ мишер, питĕ йĕрĕскер хăй, çынсем сисеймен вăхăтсенче, сехетĕн стрелкине кăшт анчах тĕртет, çур сехет сут тăвассине „çĕр çăтат“ те.. Н. Карм. Çĕр кулли пулман, или: çĕр кулли пултăр! (Ругань). Ib. Çĕр çăттăр! || Земля как вещество, почва. N. Çĕр каллех типсе карĕ. N. Çĕре каллех типĕтсе ячĕ (стало совсем сухо). N. Çĕр айне пусар? Ачач 8З. Пуçĕпе шăмарса анчах тăрать ав, урипе çĕр чавса сирпĕтет. Ib. Тôрра асăнса çĕр çыртре (божился). N. Ĕненместĕп, çĕр çыртам! (Также: чирĕк хĕресне пăхап!). СТИК. Çапăп та, çĕр çырттарăп! (Говорит, угрожая сильным ударом). Çапăп та, çĕр çыртăн! (То же самое). Календ. 1906. Тинĕс шывĕ пĕрмай çĕре çиет (размывает). N. Ман ура айĕнчи çĕр кăтăлса кайрĕ те (обрушилась), эпĕ шыва кая патăм (упал). || Земля как планета, tellus. СТИК. Çĕр тăватă кĕтеслĕ, таçта инçе кайсан, вăл çыран пек анса каят, тет. Çĕрĕн хĕррине халиччен никам та çитсе курман, тет; унта сĕм-тĕттĕм, хăрушă çыран таçта çити çĕрĕн тĕпне анса каят, тет. Çĕре темиçе пуçлă çĕлен тĕревлесе тытса тăрат, тет. Сред. Юм. Çĕр вăкăр çинче тăрат (теççĕ. Поверье). Т. VI, З. Çĕре ӳксе пăсăлнă йĕркене кĕл-тулалли. Н. Изамб. † Ĕнтĕ çĕр çаврăнат, çĕр çаврăнать, ман пуçăмри çаврака çĕлĕк пек. (Песня нов. происх.?). Сред. Юм. Ах тôр, ôн чĕлхине тӳсесси! Пĕр вăрçма пуçласан, çĕр çинче каламанни хăвармас пôль. N. Çĕр çинче каламан юмах хăвармарĕ (всячески изругала). || Суша. N. Валала çĕр çинелле утнă (пошла на берег, на сушу, будучи изрыгнута рыбою). Б. Яныши. Вăл (лисица) çинче шăтак тупрĕ, тет те, пулăсене пĕрерĕн-пĕрерĕн çĕрелле пăрахма тапратрĕ, тет. || Участок земли, владение. Т. VI. Ют çĕртен çĕр илсен, телей каять те, тырă пулмас, теççĕ. Бгтр. Пĕр татăк çĕр. N. Орина çĕр валеççĕр. Ытла усал çĕрех кĕмен. N. Саншĕн çĕр панче хам исе çӳрерĕм (при дележе?). Истор. Вăл та, ашшĕ пекех, хăй çĕрне ӳстересшĕн тăрăшнă. Ск. и пред. чув. 50. Кам вăрман çĕрне парать таптама ахалех сире, çĕрĕк çăпата? N. Аçу пурана çĕр валеçмесăр сутасшăн мар: çĕр ахалех каят, тет. Изамб. Т. Анчах усен вырăнне тутарсем çĕрне анчах хăварнă (нимĕн те хăварман). Кан. Хресченсен çĕр те питĕ сахал пулнă, çавăнпа начар пурăнăçпа пурăннă. ТХКА 67. Пилĕк ялăн çĕр пĕрле пулнă пирĕн ĕлĕк. Альш. Çĕлен Ивана калат: çап мана малтан, тет. Иван калат: ху çĕрĕнте малтан ху çап, тет. || Местность. Бгтр. † Шупашкар çĕрне каяс тесе, крымски çĕлĕк илсе тăхăнтăм. Çĕрпӳ çĕрне каяс тесе, сарă кĕрĕк çĕлетсе тăхăнтăм. Юрк. † Патшанăн аслă кӳлĕ (озеро) тăвăр пулĕ, пире çырнă çĕрсем тăвăр пулмĕ. || Место. Пухтел. Кунта ĕнтĕ савăт-сапа çума та, шывсем тыткалама та çĕр çук. Чаду-к. Кусем: майри пĕр çĕреле, кайрĕ, тет, а ывăлĕсем тепĕр çĕреле саланса пĕтрĕç, тет. N. Унта сана ик çĕрелле ĕçлеме май пулать-и, çук-и? N. † Ай-уй, савнă тусăм, хура куçăм, пĕр çĕре пуласси инçе мар. Яргуньк. Икĕш (оба) ик çĕрелле вăрман çĕмĕрсе анчах тарчĕç, тет. Эпир çур. çĕршыв 2З. Анчах халĕ, улахсене пит нумай çĕрте çĕтсе, анасем тунă. N. Эпĕр (я с ним) пĕр çĕртерехрех (почти в одном месте) пурăнатпăр, хошши 25 чалăш анчах. N. Пирĕн ĕнтĕ çитмен çĕрĕмĕр юлмарĕ (мы везде побывали). Çутт. 153. Тикĕчĕ, хăвах пĕлен, урапа сĕрнĕ çĕре каять (уходит на подмазывание телеги). Никит. † Сырăнас çĕре сырăнимарăм (не пришлось повязать сорбан), кайнă çĕре кайимарăм. Сунар. Вăл хăйĕн вутти патне (к дровам) çитнĕ çĕре сĕм-тĕттĕм пулнă. Когда он подьехал к своим дровам, то уже было совсем темно. Кан. Виçĕ ялăн повесткисене пĕр çĕре манса хăварнă. N. Эпир килекен çĕрте. N. Пурин валли те яшка пĕр çĕре пĕçереççĕ. N. Вăл вĕсене нумайччен вăрман тăрăх çавăрса çӳренĕ, вара кайран ĕмĕрне çын пырса кĕмен çĕре илсе пынă. Орау. Кĕпе чӳхеме кайнă çĕртен таçта çухалнă, тет. Пошла полоскать белье и куда-то пропала. N. Киле тавăрăннă чухне вĕсем хирпе тӳрем çĕртен (по ровному месту) иртсе пынă. Альш. † Тапнă çĕртен (где топнете) тар тухтăр, сикнĕ çĕртен сим тухтăр, вылянă çĕртен вăй тухтăр. (Хĕр йĕрри). Ib. Сурăх шăммисене епле те пулсан çын пыман çĕререх (где реже ходит народ) кайса тăкма тăрăш. (Ача ячĕ хуни). БАБ. Хай кунăн çак тукатмăша пытарнă çĕререхрен (близко к могиле) иртсе каймала, тет. Кан. Пур çĕртепе пĕрех шыв тăрать. Почти везде стоит вода. Урож. год. Нумай çĕре çитиччен, кунта лашине кӳртсе (= кӳртрĕмĕр); лаши кунĕ, хăй çӳрен. БАБ. Ку, тесе калат, тет, хăй: çиллентернĕ çĕр пурччĕ, эпĕ ăна хам вилмен пулсан та, туш (тоже) пĕтернĕ пулăттăм. Альш. † Уйрăм-уйрăм çуралса, пĕрле ӳссе, уйăрлмăттăм тенĕ çĕрсем пур. Кĕвĕсем. Хурăн-варта хура та чĕкеçсем пур. Ĕнтĕ çак тăвансемех, ай, килсессĕн, ĕмĕр манмăп тенĕ те çĕрсем пур. Ст. Ганьк. † Калас, калас сăмах пур, кăмăлу юлас çĕрсем пур (боюсь как-бы не обидеть?). Регули 186. Выртнă çĕрте волатăп. Ib. 188. Эп чĕннĕ çĕре килчĕ. Ib. 190. Вăл ĕçленĕ çĕртен килчĕ. Ib. 191. Соха тунă çĕртен (соха туса) килтĕм. Ib. 192. Кăнчала арланă çĕрле выртат. Ib. 195. Вăл пол тытнă çĕртен килчĕ. Ib. 252. Эп эс пĕлмен çĕре кайрăм. Я пошел в незнакомое для тебя место. Ib. 253. Пĕлмен çĕрте илтĕм. Я купил в неизвестном для меня месте. Ib. 294. Вăл пире пол çок çĕре (вырăна) исе кайрĕ. Ib. Ку томтир ĕçленĕ çĕрте лайăх. Ib. 57. Пол тытмалли çĕрте (там, где ловят рыбу) кимĕ тăрать. Ал. цв. 6. Çапла чипер аван пынă çĕртенех, сасартăк вăл хăй умĕнче вут çути йăлтăртатнине курах каять. Ib. Пĕр çулхине чут-чут сысна вилсе каяс çĕртен çĕпре шыв ĕçтертĕмĕр те, чĕрĕлнĕччĕ. ЧС. Анне те хуйхăрнă çĕртен кулса ячĕ. И мама, хотя и была печальна, улыбнулась. N. Кам хăйне, хăй нимĕн те мар çĕртенех (не имея никакого основания), такам вырăнне хурать, вăл хăйне хăй улталать. ЧП. Пĕр юрламан çĕртен юрлатăп-çке. Я не пела, а теперь пою. Регули 274. Парас мар çĕртен патăм. Я не хотел давать, но дал. ЧС. Çав лашана эпĕ пит юрататтăм, мĕшĕн тесен вăл мана пур çĕртен те (во всех отношениях) аванччĕ. Чăв. й. пур. Вăсем çиленнĕ çынна та, хăй умĕнче пит аван, унпала йăпăлтатса калаçаççĕ. Нимĕнпе те çитес çук вăсен кăмăлне, хăй çук çĕрте вара (в его отсутствии) çавăн пек çынна çултен илсе çĕре чикеççĕ (всячески поносят) çĕре. N. Çитнĕ çĕрте пĕр, везде, куда нипопадешь. || В качестве послелогов. Регули 189. Вăл киле килнĕ çĕре апат пĕçерес. К его приходу (домой) надо сварить обед (пищу). Ib. 185. Çăвăрнă çĕрте поплет. Говорит во сне. Ib. 168. Вăл сăмах попленĕ çĕре вăл килчĕ. Ib. 668. Вăл хĕвĕл аннă çĕрелле кайрĕ. Он пошёл по направлению к западу Кан. Вĕсем сăмах панă çĕрте эпĕ те пултăм. Кан. Пилĕк тенки тумланнă çĕре каять (идет на одежду). Тăхăр тенки тăраннă çĕре каять (идет на питание). Якейк. Çăрккаç Мишка эпĕр апат çинă çĕре (когда мы обедали) пыч те, атисам куçĕнчех эп ĕнер олахра ачасампа вылляни (баловала, шалила) çинчен каласа пачĕ. Çантах çĕре анса кайăтăмч, анмала полсан. Юрк. Пĕре çапла, ку чей ĕçме ларсан, кăшт хай хуçи ун патне, чей ĕçме ларнă çĕре, пырса кĕрет. N. Каç пулса килнĕ çĕререх (к вечеру) пăртак чартăмăр (кровь). N. Килне таврăнсан, татах хываççĕ, унтан ĕçсе çиеççĕ. Вĕсем киле таврăннă çĕре (ко времени их возвращения) каç пулат. Вара çавăлтенех тепĕр çĕр пуçланса каят. N. Сӳресе пĕтернĕ çĕре каç пула пуçларĕ. К концу бороньбы стало вечереть. || Употребл. в чувашизмах. О сохр. здор. Вĕсем (пчела) мĕнле ĕçленине курсан, юратас мар çĕртен юратмалла вăсене (невольно полюбишь). Ачач 11. Икĕ çулхи хĕр ачине ыталаса, çывăрас килмен çĕртенех çывăрнă пек выртать. Бур. Пĕр юрламас çĕртен юрларăм çак тăвансем кăмăлĕшĕн. N. Урмак-маки ӳкем тенĕ çĕртен тепĕр йывăçран ярса тытрĕ, теть (чуть не упал, но..). Сунт. Ĕç çук çĕртенех ĕç туса çӳреççĕ. ГТТ. Лешĕ вилес çĕртен вырăс çемйине кĕнĕ. Изамб. Т. Ывăлĕ пилĕк-ултă çавăрăннă çĕре старик акса пĕтерчĕ. Б. Яныши. Унта çитсе, вурăн хатĕрлесе, апат çинĕ çĕре тĕттĕм пулчĕ. N. Çак уйăх пĕтнĕ çĕре (к концу этого месяца), вăл тавăрнмĕ-ши? N. Кĕлĕрен тухнă çĕре (к концу службы) аран-аран пырса çитрĕмĕр. Регули 122. Вăл килес çĕре еп килте полăп. К его приходу я буду дома. Бес. чув. 6. Киле таварăннă çĕре (к его возвращению) унăн ашшĕ вилсе кайнă. || Тема, theme. ГТТ. Çырмаллисем пайтах çĕрсем пур та. || Результат, конец. N. Тата эпир хамăр ĕçе çĕрне çитерейместĕпĕр. Четыре пути. Пуринчен ытла ĕçре вăя шеллес пулмасть, пурне те çĕрне çитерес пулать.

Çĕр ашшĕ

назв. божества 1 разряда. Сред. Юм. Чăвашсем З. Çĕр ашшĕ, çĕр амăш, ачана ан сăхлан, ан ăмсан, ӳсме ирĕк пар, хăмла пек хăпарт, çулçă пек ярпайт. (Обряд „ача çурални“). Вилĕ-йăли. Алтма пырсанах, чăн малтан масар çинче çăкăрпа чăкăт хываççĕ; ак çапла каласа хываççĕ: çĕр ашшĕ, çĕр амăшĕ, çак масар пуçлăхĕ, умăрта пултăр, теççĕ.

çĕрле

обрабатывать землю. Б. Олг. Халь ĕнтĕ çак çĕре чуашшам, тотар-кассам, çĕрлеччĕ (ĕçлеччĕ).

çĕр

(с’э̆р, с’ӧ̆р), ночь. (Во мн. гов. слова: çĕр „земля“, çĕр „сто“, çĕр „ночь“, произн. одинаково — с’э̆р, в других, сохраняющих старую огласовку, в см. земля произн. с’э̆р, а в остальных зн. — с’ӧ̆р. Повидимому, есть говоры, где, во всех значениях, произносится или с’ӧ̆р, или с’э̆р). ЧП. Кĕркуннехи çĕрсем — тĕттĕм çĕр. Шурăм-п. Раштав каç çĕр пит уяр тăчĕ. Ой.-к. Хай карчăксем çывăрса пĕтсен, ик салтака Иван калать: мана хĕрхенетĕр пулсан, çак çĕрте ан çывăрăр, тет. ТХКА 101. Çĕр чылай пулчĕ, çывăрас пуль. Ачач 56. Лайăх-çке çавăн пек çĕр тулта çӳреме! Изванк. Çапла вара вăсем виçĕ çĕр чӳклерĕç. Сятра. Кайăк çуначĕпе сулса ярнă та, пĕр тĕкĕпех пур тĕнчене витсе лартнă. (Çĕр. Местный говор здесь совсем переделан). Айдар. Хура сурăх пĕтĕмпех çунать. (çĕр). ЧП. Хура лаша панă пулсан, хура çĕрпе тухăттăм. Изамб. Т. Вылясан-вылясан, чылай çĕр иртсен, эпир пурте салантăмăр. Ib. Çав кĕркунне пĕр çĕр эпĕ кĕтĕве пĕр лашана кăна ятăм. Сред. Юм. Лашасĕне çĕр тăмалăх патăм. Я дал лошадям корму на (одну) вочь. Пазух. Çӳлте тĕвик кăшкăрат, çĕр итлесе тăрать пуль. Орау. Тăрăшать çĕр çывăрмасăр. N. Кĕçĕрхи çĕре, в эту ночь. Бур. † Кĕркуннехи çĕрсем тĕттĕм çĕр: уйăх пулмин, çăлтăрсем пур. Пазух. Кĕçĕр çĕрсем ма çутă, уйăх çути çутăран. N. Çурçĕр çитнĕ çĕре тин сурăхсене яла хăваласа çавăрнаттăм. Яла тавăрнсан, мана çапла çĕре юлнăшăн хĕнетчĕç. Ст. Шаймурз. Ĕнтĕ: тĕттĕм, тесе, кĕтмесĕр ан тăр, эпир тĕттĕм çĕрĕн хăнисем (мы гости темной ночи). Ала 22°. Халĕ ĕнтĕ мана çакă çĕрĕ чултан чиркӳ тума хушать, тенĕ, тет. || Канун. Альш. Вăл ӳчӳке Хăят кĕлли çĕре тунă (15 июня). Янш.-Норв. † Чăпар куккук авăтать-çке, Петрав çĕрĕ чарнать-çке. Шурăм-п. Кăçал, тур шыра кĕрес çĕр, çăлтăрсем тĕтрере тăчĕç: ясмăк-пăрçа пит ан акăр. ЧС. Пирĕн пумилкине (поминки по нем) тăвачченех кашни эрне çĕр, кашни тунти çĕр пăтăсем, çăмартасем, икерчĕсем пĕçерсе, ăратнесене чĕнсе асăнса çиетчĕçĕ. Альш. Пӳркелĕн ĕлĕкренпех Хăят çĕрĕ (канун Киятской ярмарки) тăваççĕ. Елшелĕн Хăят виç кун тесен тунă (т. е. ӳчӳк).

çĕрĕ

(с’э̆рэ̆, с’ӧ̆рӧ̆), кольцо. ТММ. Пуç тĕпĕнче кĕмĕл çĕрĕ выртать. (Çăлтăр). N. † Кĕмĕл çĕрех — мерчен коç, тăхнаймарăм коçе тохса ӳкеччен. N. Хăйĕн сылтăм аллинчи çĕррине кăларса пачĕ. N. Венчет çĕрри, венчальное кольцо. N. Пурни тулли çĕрри пур. N. † Анас та мар çырмана, кĕмĕл çĕрĕ ярас çук; тухас та мар çак вăйя, савнă туспа выляс çук. N. Çĕррин куçне малтан ывăç тупанĕ еннелле çавăрчĕ (турĕ), унтан каллех вырăнне лартрĕ. Повернул камень перстня к ладони, потом опять повернул на прежнее место.

çĕтĕк

(с’э̆дэ̆к’), рваный, драный, оборванный. Йӳç. такăнт. 25. Сана аçу качча тăлăппа панă-и? Çĕтĕк кут! Ах шуйттан кĕвенти, çара-çерçи! Собр. † Çĕтĕк кутлă тимĕрçсем (кузнецы в рваных штанах) сиксе тимĕр çапаççĕ. Алик. † Çĕтĕк кĕрĕк тимĕрçĕ сиксе çапать тимĕрне. Юрк. Арăм, эсĕ каллех мана çĕтĕк кĕпе тăхăнтартăн! Сюгал-Яуши. Хамăн сăхман çук, сĕтĕк алшăли тăхăнса ачасемпе ăрам витĕр тухса каятпăр. || Оборванный, оборванец. N. Çĕтĕк майра макăрĕ. (Сохан). Зап. ВХО. Çĕтĕк майра çынна йĕртĕ. (Сухан). N. Пĕр хулана çитнĕ те, пĕр çĕтĕк маряран ыйтнă: чăнах-и çакăнта патша хĕрĕн куçĕ суккăр? (тенĕ). || Развалившийся, обветшалый. Курм. † Ĕçрĕмĕр те çирăмăр, тата пире мĕн кирлĕ? Килĕм толли ачам пор, çĕтĕк сала килĕм пор, чӳречерен чӳречея пăхаççĕ поль: апи килмерĕ, тесе, куç пак кĕтсе тăраççĕ поль; карта толли выльăхăм пор: хуçам килмерĕ, теççĕ поль. Пис. Çапах та эпĕ хăракаласа çĕтĕк çатан урлă кĕтĕм. В. Олг. Çĕтĕк пӳрт (плохая). || Худой, дрянной. Тогаево. Вăл каллах пĕр çĕтĕк кĕсре илсе килнĕ, тет. || Тряпье, рвань. ЧС. Хăйсем чĕреспе шыв, çĕтĕк тытса тăраççĕ, çĕтĕкĕсемпе шыв сирпĕтсе тăраççĕ (во время пожара). Эпир çур. çĕршыв. 23. Пирĕн вулăс тырă, çăмарта, çĕтĕк, хăяр, паранкă, панулми, çырла, аш-çу сутать. N. † Анне: çĕтек сотас, тет, сонтĕк илсе парас, тет. Юрк. Мĕшĕн çак çĕтĕксене пĕрте салатмастăн-шн? Орау. Çĕтĕк юсаччен çĕнĕрен ту, тиççĕ ваттисем. || Харкотина. Пшкрт. Çетĕк тохат (тоҕат). См. çĕрĕк. || Капризник. Орау. Ан йĕкĕлте (не дразни) ăна, çĕтĕк.

çвари

то же, что çăвари, находящийся на кладбише. || В бранных и т. п. выражениях. N. Сана килнĕренпе лайăх тĕлĕкре курнине астумасп, çак каç таçти çвари усал..

-çке

(с’кэ, с’к’э, из „ç“+ „ке“), частица, подкрепляющая утвержденне, отрицание или предположение. Иногда указывает ответ на заданный вопрос, как бы являясь излишним. Регули 496. Тытрăн-и? — Тытрăм-ç (тытрăм-çке). Ты поймал? — Ну да поймал. Ib. 498. Ку шув-и (= шыв-и) — Шу-ç (или: шу-çке). Это вода? — Ну да, вода. Ib. 497. Вăл йывăç хыти? — Хытăç (хытă-çке). Это жесткое дерево? — Ну да, жесткое. Ib. Вăл ювăç хыти? — Хытă мар (хытă мар-çке). Твердо ли это дерево? — Нет (да нет). Иванова. Вара эпĕ тепĕр кунне, школа кайсан, ачасенчен ыйтрăм та, вĕсем те: каять-çке (ну да, уезжает), каять, терĕç. N. Эсĕ чирленĕ витнă? — Чирлерĕм-çке. Ты, видно, был болен? — Ну да, был болен. Ау 62. Кам ку? тет.— Эп-çке, тете, тет. Кто это? спрашивает тот.— Да это я, дядя,— отвечает он. || Часто передается русским ведь, иногда с оттенком возражения. Юрк. Мнтук, эсĕ кунта мĕн хăтланатăн? Ухмаха ерментĕр-çке? — Çук. Ты, Дмитрий, что тут дурачишься? Ведь, чай, не с ума сошел? — Нет. Ib. 502. Эс каламан поль-çке (поль-ç). Ведь ты, чай, не говорил. Регули 504. Вăл кона тăва-çке (= тăвать-çке). Ведь он это делает (сделает). Юрк. Алекçей (Элекçей): манăн пуçăм татах ырата пуçларĕ-çке, ăна мĕнпе турлетес-ши? тесе ыйтса пĕлет. Орау. Ун пек пулать-çке вăл пуринн те (пурин те). Это бывает со всяким. N. Ĕнер пуртă тыткаланăччĕ, паян таçта-çке! — Матрӳне, эс курмарăн-и? N. Укçа пулсан, илĕттĕм те, укçа çук çав.— Пур-çке! (Ведь есть, ты только скрываешь). N. Арăмĕ йĕре-йĕре калать: эпĕ вăл-ку шухăшпа туманччĕ-çке (я ведь это сделала без особого намерения), тет. N. Çĕршĕн тивĕçлĕ хакне тӳлемесен те, пуринчен те ахалех туртса илме юрамаст-çке. Альш. Ку тутар мишукра кăшкăрат: куратăп-çке (ведь я вижу), тет. Ib. Эпĕ: çав шуйттан ачине çиме чартасчĕ-çке (ведь этого чертенка нада кормить), тесе калăп, тесе калать (муж), тет. Регули 503. Сирĕн пор тăвакан. Тумас-çке вăл! Орау. Хусана кайнă, терĕç-çке-ха ăна. Кайман-нм? Ишек. Эпĕ пĕлместĕп тытма; эпĕ тытрăм-çке. || Оказывается (с изумлением). Юрк. Эсĕ сĕт çиетĕн-çке? Сана уншăн çылăх пулĕ! || Да.. оказывается (произносится с известною живостью). Сред. Юм. Килтеçке ô, эп-ха килте çôк тесе. Да, он, оказывается, дома, а я думал, что его дома нет. || Разумеется. Бес. чув. 2. Пулăшасчĕ-çке унăн çак ывăннă лашана; анчах пулăшасен пулмарĕ. || Выражает силу впечатления. СЧУШ. Ялан хуллипе хăмсарса: акă çапатăп, тесе, тăчĕ-тăчĕ те, пачĕ-çке пĕрре пит аван кăна! (да как даст! т. е. да как ударит!). СТИК. Ай-ай, аван-çке! Ib. Питĕ выçрăм-çке! — Как я проголодался! Орау. Аялтан вĕçет-çке-ха. Главное, обратите внимание на то, что он (вĕри-çĕлен) летает низко. Срв. Вăл аялтан вĕçет вĕт-ха, т. е. ведь он, обратите вннимаине, летает низко. || В уклончивых ответах. N. Ăçта каятăн? — Каятăп-çке.. Регули 505. Тем (темскер) тăвас-çке. || Выражает обьяснение. Яргуньк. Упăшки: ма килтĕн чĕрĕлмесĕрех, тенĕ; карчăкки каланă: кĕт утă çулакансене апат туса çитарас, тесе каларăм-çке-хе (хотела вот), терĕ, тет. СТИК. Ăçта пуçтарăнатăр тата? — Вутта каймалла-çке те, юр çăва пуçларĕ-няк. Юрк. Ухмахлăхăпа çапла хăтланса çӳретĕн-çке, пархатарсăр япала, кахал! || Выражает согласие со словами собеседника. СТИК. Çын хуйхине пусарса, хуйхăртса, хăй нушине каласа панă хыççăн ăна итлесе тăракан çын хыттăн сывласа: çапла-çке ĕнтĕ, мĕн тума çӳрен, килнĕ нушана тӳсес пулат. (Дальше следует перечисление своих нужд). Ib. Эс ачăна вĕренме янă темеççи? — Вĕренме яма ятăмăр-çке те-ха ĕнтĕ, темле вĕренĕ — питĕ наян. Ib. Çын патĕнчи пурăнăç йывăр-çке те çав.. мĕн тума пăхан: çиес килет. Ib. Авлантарса ятăмăр-çке те-ха.. темле пулĕ. (Гов. человек, женивший своего сына. но чующий, предчувствующий что-то недоброе. Он выражает этим сомнение; в его словах звучит грусть). || Иногда выражает недовольство. Яжутк. Иван хуçана каларĕ, тет: пĕр паршине парăн-и? тесе каларĕ, тет. Хуçа Ивана каларĕ, тет: парăп-çке, тесе каларĕ, тет.

çмилтереххи

более смелый. СЧУШ. Пĕр-пĕр енке пуçтарнаççĕ те: хăçанччен çак усал çынна тӳссе пурăнмалла-ши пирĕн? тесе калать çмилтереххи.

çтана

(с’тана), стена. Ал. цв. 16. Çак çуртан пĕр çтанине куç-кĕскирен тунă. N. Икĕ çтана (çтена) хушшине вĕрен карнă та. Çав арăма вĕренĕ çине утлантарса лартса, каллĕ-маллĕ ун тăрăх сĕтĕрсе çӳренĕ.

тайăл

(-ы̆л), наклоняться, нагибаться, склоняться. Бгтр. Уйри çĕмелсем мал еннеле тайăлсан, килес çулĕнче тырă лайăх пулать, теççĕ. Чураль-к. Тайăла-тайăла ан макăр, тайăлса ӳкĕн, Потаçăм! См. потаçăм. N. † Самарăн сарă шыв юхать, сарă хумăш çинчен сарăлса, сарă хумăшсем юлать тайăлса. КС. Тайăлса, тайăлса пычĕ те, тӳп! кайса ӳккĕр. Все наклонялся, наклонялся (идущий), да как бухнется! Ib. Тайăличченрех хурса пар-ха. Положи на весы, чтобы перетянуло. Н. Карм. Ай-хай, пуçăм, çамрăк чунçăм, ырлăх енне пуçăм тайăлчĕ (склонилась голова). || Подкоситься. В. Тим. † Эпĕ çак килсене килсен, тухаймарăм урам тайăлаччен (не ушел раньше того, как у меня подкосились ноги, т. е. от хмеля). Альш. † Тайăлмастпăр, тайпăлмастпăр, çичĕ юта парăнмастпăр. Ск. и пред. чув. 26. Туй халăхĕ тайăлать, ӳсĕр халăх çывăрать. || Кланяться нагибаясь. КАХ. Мĕн çырлахманнине ху çырлахтар ĕнтĕ, тет те: çырлах, тесе, таялать. (Молитва из „Валĕм-хуçа“ в „тайăн-сăра“). К.-Кушки. Пирвай. Валлене кĕл-тунă: пĕр халăхпа асăнатпăр, витĕнетпĕр, тутлă чĕлхепе, ăшă питĕмпе тайăлатпăр, йăлăнатпăр. Пазух. Тăван, лар вырăнна, тыт куркăна, тайла тăрар эпир умăрта. N. Виçĕ хут вуласа, виçĕ хут сăхсăхса тайăл. Т. VI, 34. Хура халăх тайăлат сана. (Ӳчӳк кĕлли). Буин. † Ваттисем пуррине пĕлнĕ пусан, çĕлĕкĕме илсе тайлас мĕн. N. Тайăлса пуççапсан. || Прислоняться, опираться. Тим. † Пĕчĕкçĕ лашу, турă лашу, турти çинче ӳсрĕ тайăлса; ай-уй савнă тусăм, хура куçăм, çын çинче ӳсет-çке вăтанса. || Клониться. N. Пĕрре, кăнтăрла сулăнса, хĕвел каç енелле тайăлнă вăхăтра. || Убавиться по жалейку. КС. Сăра пăккинчен тайăлнă. N. † Сорковой пички тайăлмасăр, эпир киле каяс çок. || Пройти (о годах). N. Нумай çамрăк çулăмсем тайăлчĕç. || Лишаться (силы). Сред. Юм. Ватлап пôлас, вăйран тайла пуçларăм (лишаюсь сил). ЧП. Тайăл (ураран). Ала 55. Ватă, курпун, куçран тайăлнă (слабая глазами) карчăк пырса тăчĕ кĕлет алăк патне. N. Ватла-киле пĕр оптен куçĕ вăйран тайăлнă (слаба глазами стала). N. Вăл тăн-пуçран тайăлнă пулсан та, ан шыра, тӳс. N. Пит шухăшласан, çын ăсран тайăлать, ухмаха ерекенсем те пулаççĕ.

таян

(таjан), опираться, приклоняться, прислоняться, облокачиваться. С. Дув. Яхути ăна илтнĕ те, шикленкелесе, юпа çумне таяннă, тăрать. СПВВ. КЕ. Таянни — пукан çинче чалăшшăн ларни. ЧП. Ватă юман, теейсе, ытла çумне ан таян. Н. Карм. † Çӳлĕ тусем çинче пĕр çын тăрать, йĕлме туйи çине таянса; çак тăван пире кĕтсе тăрать, хапха юпиçине таянса. Ст. Чек. Сĕтел çине ан таян. Не облокачивайся на стол. Не прислоняйся к столу. См. чавсалан. N. Эпĕ çурăмпа юман çумне таянтăм. ППТ. Хам урама тухса, хапха юпи çумне таянса: çынсем каймаççи? тесе, пăхса тăраттăм. N. Аллисемпе суха çине таянса пынă пек, сухалакан хăйĕн хуйхине хуйхăрса каçалăк патне кайнă. Скотолеч. 15. Лаша сулкаланса çӳрет, çӳренĕ çĕртех япала çумне (к предметам) пыра-пыра таянать. К.-Кушки. Ахтапантан тухсанах, урапа çине таянса (у др. тайăнса) выртрăм (прислонился), тет те, çыврах кайнă, тет. Лашм. † Таянам-и, тăванçăм, сан çине? Таянтаратсăн, тăванçăм, ай, таянтар. Чăв. к. Пĕчĕкçеççĕ лаша — турă лаша, ӳсрĕ турта çине таянса. || Полагаться. N. Пурлăху çине ан таян.

тайăн

вес (pondus), значение, способность. Чхĕйп. Çĕр çинче çĕр çине нумай тĕрлĕ шăтса тухакан япалана пуринчен ытла хĕвел, çăмăр, сылăм, лăпкă вĕрсе тăракан çил (кирлĕ). Вара çак тăват япаларан ырлăх пулсан, кĕрек çта акнă вăрлăх та хăй тайĕнпе çимăç кӳрет. N. Хурланса йĕр, кăмăлупа хуçăлса макăр, пĕр кунччен, икĕ кунччен хăй тайăнĕпе хуйхăр уншăн. СПВВ. АС. Тайăн = хăйне кура (Недостаточное обьяснение). N. Арăм илни — пурлăх пухасси пуçламăшĕ; арăм илсе этем хăй тайăнĕпе хăй валли пулашу туянать, шанчăк илсе канăçлăх тупать.

тайлак

наклонный. См. таймак. Чотай. † Çак коккăрта çол тайлак, çол тайлак мар — хĕр тайлак, тавай прахса çол тăвас. || В перен. значении. Кан. Çуллă сăмахсене кăларасран пит тайлаках тăмасть.

тайлăк

(таjлы̆к), наклонный. Г. А. Отрыв. † Хура вăрманта хурăн тайлăк, хурăнташсенчен ати тайлак, тантăшсенчен эп тайлăк. С.-Устье. Ту аяккинче пĕр тайлăк хурăн ларать, тет. N. Ял-ялĕнчи ачисем тайлак кĕпер кашти пек, тайкалана çӳреççĕ. Альш. † Тайлăк хапха уçăлмĕ, юлнă кăмăл тупăнмĕ. Т. VI, 35. Тайлăк çултан та, тайлăк усал кĕпертен те эсĕ сыхласа, эсĕ упра, турă. (Учук). Скотолеч. 9. Вите урайĕ тайлăкпа (по причине...) кĕсре тăвалла тăсăлса тăрать пулсан.. || Шатающийся, titubans. П. Федотов. Ĕссĕр пулнă куркинчен, тайлăк пулнă стакканчен, ырă ĕçрĕмĕр-çирĕмĕр, сăпаççипă хуçине. || Покорный. ЧП. Пирĕн тайлăк пуçа хĕç витмест. N. Тутлă чĕлхемпе, тайлăк пуçăмпа пуççапатăп („бью челом“, молюсь). || Наклонно. Ст. Чек. КС. Урапана тайлăк тиянă (косо, на один бок). || Отлогий. КС. Тайлăк çĕтрен ан кай, тӳрем çĕтрен кай. Ib. Тайлăк тăвайкки. Ядр. † Çак куккăрта çул тайлăк, тӳнсе каятăп, тытсамăр (поддержите, а то я упаду, опрокинусь). || Косогорье. КС. || В перен. см. несчастный. Якейк. † Ялта танăш ачасам хăшĕ тайлăк вăл ытла. Имень-к. Ах тайлăк, çул тайлăк, çул мар тайлăк, эп тайлăк! Эпĕ нимшĕн те тайлăк мар, çук çын хĕршĕн эп тайлăк. || В недостатке. П. Федотов. Çырлах турă, ан пăрах, мăн çăкăртан тăйлăк ан тăрат. (Из молитвы „çăкăр пуçланă чух“). || Назв. местности.

тайпăн

(таjбы̆н), подчиняться, поддаваться, покориться? См. парăн. СПВВ. Тайпăнас (парăнас). Лашм. † Икĕ пуян тапăçать, пĕрне пĕри парăнмасть, мул паракан тайпăнмасть. Бугульм. † Икĕ пуян тавлашать, пĕрне-пĕри парăнмасть, мул параканĕ тайпăнмасть. (Свад. п.). Буин. † Тайăлмаст та, тайпăнмаст та, çичĕ юта парăнмаст (невеста). ЧП. Çак(ă) Туçа хĕрĕсем ниçта пырсан тайпăнмĕ (парăнмĕ). Ст. Чек. Ĕçе тайпăнса тăмаст. Не отворачивается (не отлынивает) от работы. К.-Кушки. † Тай пулмастпăр, тайпăнмастпăр, чураппансене парăнмастпăр, чураппансене парăнмашкăн пирĕн аппа начар мар.

тав-ту

приветствовать. Янш.-Норв. Упăшки арăмне сак çине лартсан, ывăлин (т. е. жениха) ашшĕпе амăшĕ вара тултарса лартнă куркана тав-туса ĕçеççĕ: ашшĕ ывăлне тав-тăвать те, акă çак сăмахсене калать... N. Эсĕ мана аса илсе праçникшĕн пĕр виç курка тав-туса сăра ĕç-ха. (Письмо). N. Тав турĕ те, ĕçсе ячĕ. Пазух. Йĕрке çитмессерен тав-тăватăр, савнă хăнăрсем эпир-и (мы ли желанные гости)? N. Хĕрĕ пӳрте кĕрсен, ашшĕпе амăшне ӳксе пуççапать. Ашшĕпе амăшĕ вăл вăхăтра куркапа сăрă тытса тăраççĕ; вĕсем, сăрине ĕçсе, тав-тăваççĕ: тав сана, хĕрĕм! теççĕ. N. Вара хĕре ĕçтереççĕ тав-туса, пĕркенчĕк илсе пыраççĕ. Корсун. † Тăванçăм тав-тумасăр ĕçмерĕм: тав-тăва, тав-тăва ĕçтерчĕ. Юрк. Чи малтан тултарнă эрех куркине, кӳршипе хăнине тав-туса, хуçи тĕппипех хăй ĕçсе ярать. Тепĕр черккине тултарса, кӳршине тыттарса, ăна ĕçсе пама хушать. Т. VI, 60. Унтан ĕçтерекенни: арçынсене ĕçтерсе пĕтертĕм, тет. Вара кĕл-кĕлекенни: ĕçтерсе пĕтертĕн пулсан, хĕрарăмсене тав-ту, тет. Юрк. Кĕл-туса илсен, лешсем пекех пăраçникпе тав-тăваççĕ, мĕн тăваççĕ, укçа парасса кĕтсе. Микушк. † Тав-тусам-и (надо: тăвам-и), тайăлам-и, ăсталла, тăван, каям-и? Т. VI, 64. Вара хуçисем ларсан, ытти юрлаканнисем ахаль пуççапаканнисене тав-туса параççĕ те, ĕçеççĕ. N. Унтан пăлтăрта мăн-кĕрӳрен курка илсе, упăшки (новобрачный) арăмне, ятне каласа, тав-туса ĕçтерет. Унтан хĕрĕ те (новобрачная) упăшкине ятран каласа тав-туса, ĕçтерет. || Благодарить. Хурамал. Ĕçсе çисен, вара тав-тăвать. N. Вĕсем ĕçсе çиеççĕ те, вара хуçисене тав-тăваççĕ. Поев и попив, они благодарят хозяев. N. Вăл хăйне ырă тунăшăн темĕскер пек тав-тăвать. За сделанное ему добро он бесконечно благодарит (т. е. очень признателен).

тавайăр

давайте (русск.). КАЯ. Тавайăр ачуна (вашего) хапха патне килсе лартăр. Кан. Тавайăр каялла ман укçана! терĕ хаяррăн прикашчăкĕ. С.-Устье. Çак салтак калать: тавайăр ĕçме-çиме, тет.

таварăн

товаром. N. Эп сана таварăн тӳлĕп. Эп сана çак таварпа тӳлĕп.

тавăр

(тавы̆р), возвращать, вернуть. Бес. чув. 9. Эсĕ час тавăрайăн-ши? Манăн нумаях та мар укçам, вăл та пулин хама кирлĕ пулать. N. Вара ăна патша каллех Риме тавăрнă (вернул). Кан. Тавара хакла сутнипе нумай услам илет те парăма юлнă укçана услампах тавăрма пултарать. || Свернуть. Тим. † Тавăрăпăр сăмсине. (Угроза). || Переворачивать. N. Вуниккĕн ыраш çапаççĕ, Митрофан тавăрат. (Çăкăр çини). СТИК. Кĕлте таврас, сарăм таврас (переворачивать снопы или посад во время молотьбы). N. Шур кĕпелисем çапаççĕ, хĕрлĕ кĕпели тавăрса пырат. (Апат çини). Сĕт-к. Утă тавăр, ворочать сено (на сенокосе). || Засучить (рукава). КАЯ. Эпĕ кĕпе çаннипе куçа тавăрса шăлтăм. Тăв. 53. Тĕкĕр пек çуталса выртакан кӳлĕ хĕрринче Кулине шурă йĕм тавăрса тăрать. || Выворачивать. N. Вăсем ухтарса пирĕнне кăсясене те тавăра-тавăра хучĕç (они вывернули у нас карманы). Изамб. Т. Куçа çӳп кĕрсен, пĕр-пĕр аста арăм чĕлхипе çуласа тупат та, унтан тавăрса илет. Орау. Куçне-пуçне тавăрса ларать. Сидит, неприятно растаращив глаза. Утăм. Куçĕсене тавăрса пăрахса çӳреме тытăнчĕç. Якейк. † Пирн апия йорас-тăк, корăк тымарне таврас полать (выворачивать). || Выворачивать наизнанку. Сĕт-к. Кĕпе тавăрса тăхăнтăм, кĕпе тавăрса чиксеттĕмч. Баран. 162. Çĕлĕкин хĕррине çăмне тулалла туса тавăрса хунă (у кадмыков) || Оплатить. Янш.-Норв. † Ах хăтаçăм, тăхлачçăм, çирĕн ĕçкĕре-çикĕре тавăрса пулĕ-ши ĕмĕрте! N. † Тăвансем лайăх, хамăр чухăн, тавăрассинчен хăратăп (боюсь, сумею ли я им воздать равное). Ст. Чек. Пурне те тавăрса пĕтереймĕн, хăшне тата турă тавăртăр. Собр. Çак çăкăра таврайăп-ши ĕмĕр иртиччен? Удастся ли мне когда-либо воздать (им) равное за этот хлеб-содь. N. Вĕсем саншăн тунине хирĕç мĕнпе тавăрас пур санăн? Чем ты можешь заплатить за их заботы о тебе. Ал. цв. 10. Хăна ырăлăх тунăшăн эсĕ çапла тавăр-тăк-и ĕнтĕ мана? || Мстить. N. Ку çынна епле хирĕç тавăрам-ши (месть)? N. Макар Семенов çине Аксенов çав тĕрлĕ хытă çиленнĕ, хăй пуçне çухатсан та, ăна таврассиех килнĕ. || Воздать. Ёрдово. † Пире кăçал çын çини, таврасчĕ те, ял аслă. Цив. † Çынтан илтнĕ сăмаха турă тавăртăр, тейиеттĕм (т. е. пусть бог обратит дурные пожелания на проклинающего). || Возвращать назад (невесту). КС. Хăшĕ калаçнă хĕре каялла тавăраççĕ. || Отказаться от покупки. N. Тавăрчĕ, спятился (о покупке). || Опровергать. N. Ку хушăра тавлашнă çĕре министрсем те пыркаларĕç, анчах министрсен сăмахĕсене çавăнтах тавăра-тавăра пычĕç. N. Хăвăн çу сĕрнĕ çыннуна, Давид чурушăн та пулин, ахаль тавăрса ан ярсам. || Возмещать? Юрк. † Ялта ырă çынсем нумай пулĕç, хамăр тăвансене çитес çук, çитсен те ăна таврас çук, тавăрсан та пире пулас çук, пирĕн юлнă кăмăл тулас çук, пире юлташ пулса тăрас çук. СТИК. Ку лашана илсе эпĕ усă кураймарăм; акă ĕнтĕ илни икĕ çул, çинĕ хакне ĕçлесе тавăрайман пуль (не заработада истраченного на нее корма).

тавну

давно. БАБ. Пӳртне кĕрет, тет те, кинĕ, хай тукатмăш тавну тупăкра, тет. Йӳç. такăнт. 10. Эх-хе-хей! Ĕлĕк пулсан.. ку таранччен тавну хăна пулса килнĕ (давно бы уже пришли гости). Хора-к. † Çак ял хĕрне илекен: хĕрĕн илтĕм, тиять-ши? тавно арăм полнăскер..

тавра

крюк (кружной путь, обход). КС. Хулапа (городом) кайсан тавра пулать. || Кружным путем, в обход. Тогач. Тӳрĕ ан кай, тавра кай (кружным путем). Байгул. Тӳрĕ çулпа ан кай, тавра кай, тесе ярать, тет. N. Тавра каян (кружным путем) çу хыпнă, пӳкле каян пăх хыпнă. || Вокруг (послелог). Бес. чув. 14. Çав кӳлĕ тавра эпĕ йывăç лартас тетĕп. Баран. 128. Вăл (ула-катка) нихăçан та тӳрĕ улăхмасть, йывăç тавра çаврăнса улăхать. Кан. Тавралла çирĕп карта тытса лартнă. Орау. Тăрăх виçсен — виç çухрăм, тавра виçсен — çич çухрăм. N. Лаши тавра çара ярапа çеç. Лаши тавра йĕс тавраш та ярапа çеç. Шор-к. Анатра хорал пӳрч пор, çав хорал пӳрчĕ тавра виçĕ хут çавăрăнтăм (три раза обошел). Баран. 134. Пирĕн тавра мĕн тăрать. || Круглый. Трхбл. † Икĕ черкке пек куçăма шăла-шăла, икĕ тавра тутăр пĕтертĕм. || Окрестная местность, окружающее место. N. Çав таврара. БАБ. Киремет ячĕпе пăсни пит хăватлă. Ăна тӳрлетме пултаракан та сахал, ку таврара пĕрре эпĕ, тепре Нурăсра Тăм пуртă Микули пур, терĕ. N. Вăл таврара лайăх пурнакан пит сахал пулнă. N. Пирĕн таврара (у нас) йывăр чирлĕ çын патне кӳрши-аршисем, хурăнташĕсем пыра-пыра лараççĕ. Дик. леб. 52. Вăл калаçнă вăхăтра пĕтĕм таврана (вокруг) тутлă шăршă сарăлнă. Турх. Вĕçен-кайăк çуначĕ вăртлатнă чух, унăн сасси таврана (кругом) янăрать. N. Пĕтĕм тавраран халăх пухăнать? || Окрестный. Янтик. † Çак Тимешĕн (янтиковских) ваттисене тавра ялсем мухтаççĕ. Ib. † Тимеш хĕрне çитесси тавра ялта халь те çук (т. е. в окрестностях нет девушки, которая сравнялась бы с янтиковскими). Юрк. Çакă лайăх хăнасене тавра ялтан пухрăмăр. || Период времени. N. Кăрлачă уйăхĕ 18 декабĕрте тăвать тенĕ чăвашла калентар çинче, чăвашсем те çав таврана калаççĕ. (Уфим?).

таврала

тавралла, вокруг, кругом. Ст. Яха-к. Вĕсем çав çăкăр хыттине йĕп тăрăнче суллантариччен, çăкăр хыттине тута таврала тем каласа çавăраççĕ. N. Çак çын ĕнтĕ çак купăста пахчи тавралла пăхкаласа çӳре пуçларĕ, тет. Хурамал. Ăна эс ак çапла ту: пĕр çĕре пит пысăк çурт тутар, ун тавралла тип вутă купалаттар. Ib. Вара хуçипе лашине илекен те тавралла чупса каяççĕ. N. Тавралла пăхкаласа, пăшăлтатса, кулкаласа тăраççĕ. Çĕнĕ-Кипек. Ыйттисем пурте, алран ал тытăнса, тавралла карталанса тăраççĕ. Ib. Унтан вара тавралла вырăнаçса тăраççĕ. Орау. Хĕвел тавраллах карталанчĕ (в кругу), çăмăр парать пуль. Ib. Пурне тавралла касса çавăрчĕç те, пуç чашăккине кăларса илчĕç.

таврари

окрестный. ЧП. Çак таврари йăласенче çӳрерĕм. N. Таврари çынсем пурте юратнă, хисепленĕ ăна.

тавраш

(-аш), окружье, окруженье. N. Пĕтĕм тута-сăмса тавраш (область рта и носа) питĕ ирĕлсе карĕ-ха — тӳрленмест. Собр. Уйăх таврашĕ карталансан (если месяц в кругу), йĕпе пулать, теççĕ. Б. Яныши. Çак кĕпер таврашне, çĕртме çинче утсене çитарма ялан курăк çитĕнтереттĕмĕрччĕ. О сохр. здор. Кровате (чит. кравата) тата алăк патне, чӳрече таврашне (около окон) лартма юрамасть. || Окружность. Ск. и пред. чув. 34. Карталанса йĕри-тавра тăнă ташă вырăнĕ, вунă чалăш таврашĕ. || (Приблизительное) время. Альш Миххайла праçникĕ таврашĕнче (около Михайлова дня) юр ӳкет, ӳкнĕ çул (в иной год). || Отношение. N. Наянлăхăмпа çыру яраймасăр тăратăп, тетĕн, вăл тавраша (в этом отношенни) эпĕ хам та çавах, анчах савнă çыннăмран çыру вăл-ку илсен, кирек хăçан та хирĕç часрах çырсă яма тăрăшатăп. || Относящееся до.. Изванк. Пирĕн ялта мур таврашне пĕлекен пĕр Микул карчăк анчах. || То, что относится к известному роду предметов. Юрк. Эрех таврашне пăхса тăма хăйсене уйрăм пысăк тӳресем тытса тăрат. Кама 7. Васса (пуçне пăркаласа). Е-е-е-х! ăс тавраш санăн. Хăнаран укçа ыйтаççĕ-и? Кам вĕрентрĕ сана. Тьфу, йытă пичĕ! N. Кунта япала таврашĕ питĕ хаклă. Баран. 44. Ялта лăпах пулнă, хăйă çути тавраш нимĕн те пулман. N. Выльăхăн ăс тавраш çук, вăл ăçта каяс килнĕ, çавăнта каять. Кан. Пуш урапанах: таврашсене çĕмĕрĕ (лошадь), тесе, калла турттарса килтĕм. ППТ. Çĕрен хуллин таврашин çӳп-çапне (сор от прутьев, обломки) прахтармаççĕ (не позволяют бросать). N. Пахăр-кĕмĕл тавраш(ĕ), çурт-хуралтă тавраш(ĕ). Менча Ч. Вĕсем акана тухаччен малтан ака таврашсене, суха таврашсене, сӳре таврашсене хатĕрлеççĕ. N. Çав вăра таврашĕ мар-и (это не вор-ли какой-нибудь) мĕн пĕшкĕнсе (нагнувшись) пырать вал пирĕн хыçран? Юрк. Начальник таврашĕ вăл тĕлтен сана аса та илме пĕлмест. О сохр. здор. Улпут таврашĕнче нихçан та сăпка кураймăр эсир. Юрк. Сирĕн вара ку çулта ĕне тавраш çук-и мĕн? Разве нынче у вас коров нет? Ib. Пирĕн чăвашăй йĕрĕх таврашĕнче пукане пек япала таврашĕ çук (никаких идолов не бывает). ППТ. Масар çинче кĕлĕ таврашĕ-мĕнĕ тумаççĕ (никаких молений не совершают). Сборн. по мед. Лаша-выльăх таврашĕнчен: ут-выльăха çамрăк чухне чипер пăхас пулать, тетпĕр. Халапсем. Эпĕ халап таврашне пĕртте пĕлместĕп. Я, вообще, совсем не знаю сказок. Баран. 29. Тăван хĕрĕ пек курса, ун валли тавраш хатĕрленĕ. Ib. 162. Пуринчен ытла лаша таврашне çӳререх параççĕ (калмыки). || Принадлежности, приспособления. О сохр. здор. Çавăнпа ача кипкисене, унăн çăтарне, тата ытти таврашĕсене те тасарах тытма тăрăшăр. СПВВ. Тавраш нуммай кирлĕ. Нужно много разных вещей, приспособлений, одежды и пр. (Так понимают в Сред. Юм.). ЧП. Атте салат пачĕ те, анне тавраш пачĕ те. Ходар. Сăрине (для „тайăн сăра“) тунă чухне таврашсене пит тирпейлĕ тыткалаççĕ (наблюдают за чистотой посуды и принадлежностей, которыми пользуются при варке пива). || Одежда (в некоторых выражениях). О сохр. здор. Хамăр тавраша ялан таса тытас пулать. Болезни. Тепĕр çĕрте хĕретнĕ-кăвакартнă таврашпа çӳреççĕ. Букв. Таврашна тасарах тытса усра. Будь опрятен. Янш.-Норв. Епле унăн (девушки) таврашĕсем чечен. Ib. Пасар таврашĕ те унăн питĕ нумай (у девушки, которую думают взять замуж). Орау. Хĕрарăм таврашĕ. Сред. Юм. Хĕрарăмăн кĕпе-йĕм (белье) нăмай пôлсан: тавраш нăмай, теççĕ. Алик. † Çын таврашпе килмен, хам таврашпа хам килтĕм, атийăк та апайăн. (Из песни туй арĕм). || Наряды. Собр. Хĕрĕ (невеста), пасар çитсен, пасара кайса, таврашсем илет. Бур. † Ай-хай, хамăр тантăшсем, кĕмĕллĕ иккен таврашсем. || Приданое (добро). N. Пĕр таврашĕшĕн илни анчах пулчĕ, хăй нимĕн тĕшне те тăмаçть (про жену). Чураль-к. † Ах кинçĕм, Пăраски, час тапранса часах тух; час тапранса тухмасан, хăвăн (= хăйĕн) таврашпе тухмаçть, тет, хăвăн таврашпе тухсассăн, час тапранса тухать, тет. (Свад. п.). || Добро, имущество. Иванова. Çак пушарта нумай тавраш, пĕр хĕр-ача çуннă. Истор. Ытти хаклă йышши таврашсем те нумай парса янă. Изамб. Т. Пуяннисем таврашне (япалине) кура хаклăрах тӳлеççĕ. || Сбруя. N. Урапасем ӳпне çавăрăнса каяççĕ, таварсем пылчăк çинче таптанаççĕ, лашисем ĕрĕхсе, таврашсене таткаласа çӳреççĕ. Ёрдово. Лаша таврашсем вăлсен питĕ япăх, таврашсене пĕртте юсамаççĕ. Лашине хытă кӳлсен: тавраш ванать, теççĕ. Чураль-к. † Ачи шухă, ан тийĕр, ати тавраш шуç тавраш; çав шуç тавраш пĕтмесĕр, пирĕн шухă пĕтес çук. Актай. † Шупашкар хуçи аттим пӳр, шуç таврашсăр тухас çук. Н. Байгул. † Йăлтăр-йăлтăр йĕс тавраш, çутатмасан килĕшмест. || Органы. N. Вал кăшт çех вырăнтан сикме пултарать, хăйĕн пур таврашĕсене те пĕтернĕ, вăл сывламасть те, унăн юн тымарĕсем те çук, çăварĕ те, хырăмĕ те, пыршисем те, хыçалти шăтăкĕсем те çук. || Материал. N. Машиная шухăшласа кăлараканни çавна тума хăй таврашĕпе те çĕр тенкĕ анчах илнĕ. Ал. цв. 20. Çулçăсем, туратсем, чечексем карнă, ылттăи-кĕмĕл ука таврашпа витнĕ хăй юратнă сакă çине ларать. || Род, фамилия. Орау. Çав Кăрнин усрав ывăлĕнчен Ситемен тавраше пуçланса кайнă. Альш. Мăрса йăхĕсем каяççĕ куçса Пӳркелне. Пӳркелĕнче халĕ те пур, Мăрса тавраш, теççĕ. КАЯ. Апрам таврашĕ (пирĕн йăх ячĕ). N. Кам таврашĕ эсĕ? Ты из какого рода (или: фамилии)? N. Тăраль (трал’) тавраш (-аш). Орау. Урлав таврашĕ питĕ ĕрчĕхлĕ ăру вăл. Орау. Вăсен таврашĕнче путлĕ этем пур-им? || Нечто подобное, такое. Дик. леб. 40. Вăл ун пек тавраша унччен нихăçан та курман. N. Нумайĕшĕ çĕнĕрен законсем кăларасшăн пулчĕç. Нумайĕшĕ вăл тавраша кĕтмен, вĕсемшĕн вăл ĕç сисмен çĕртен пулчĕ. СТИК. Пирĕн вăл тавраш мĕн çук? У нас ничего подобного нет. (Возражает, почти что обидевшись, на вопрос: сирĕн им-çам пур темерĕç-и, парăрччĕ, пулсан). || Культ. ЧС. Ку киремет таврашне ан тăвăр. Не совершайте этих идольских обрядов. || Альш. Хирти Кушкă таврашĕ, çĕнĕ Мертлĕ таврашĕ акат вăл анасене: çавсен çĕрĕ, тет вăл. || Обстоятельство (грамм. термин, неолог.). || В смысле послелога. N. Атăл таврашĕнче ун пек хула нуммай. В Поволжье таких городов много. Ib. Хула (ял) таврашĕнче (около города, деревни); çăварни таврашĕнче (около масляницы). N. Пукрав таврашне те таврăнайăп-ха эпĕ. Неизвестно, вернусь ли еще я к Покрову. N. Мункун таврашнелле те тавăрнайăпăр, тем. Неизвестно, воротимся ли мы к пасхе.

так

(так), так, этак. Ала 99. Так çапла макăрса хорланса вилсе карĕ (с громкими слезами). ТММ. Так-çăмарти кăвак. || Так, без пользы, даром, зря, попусту. Абаш. Йĕрки-йĕрки копăста, шăварни те так полчĕ (поливанье оказалось бесполезным). Тим. † Тапрăм, тапрăм, так пулчĕ, туя кайни так пулчĕ: хирĕç тухса илмерĕç, ăсатса та ямĕç-ха. Мижули. Пăртак так тăрсан, эпир лашасене йорттипе чоптарса çол çинчен шапăлтаттарса килелле карăмăр. Микушк. † Ан кайсам, тăванăм, çĕр выртса кай: эсĕ выртсан та вырăн çитмелле. Эсĕ кайсан, вырăн так юлать. N. Ĕçленисĕм (работа) так пĕтмĕç. Якейк. † Суя аки кам илтет? Кам так (даром, так) парать, çав илтет; суя аки Натьок пор, нимрен суя илтимер, олахра çăвăрни хопларĕ. Чуратч. Ц. Çак çын пуçĕ урайĕнче сиксе анчах çӳрет, тет. Так килтĕм, так килтĕм, тесе сиксе çӳрет, тет. N. Ăвăнса çӳрени таках полать. || Вообще, одним словом. Могонин. Пĕр çын ăшсăр пулнă, çиясси килмен, ĕçесси килмен, так таса мар пурăннă. Яжутк. Эсĕ мана валли ыран ирччен апат пĕçер, тесе каларĕ, тет (он): ни нумай, ни сахал, так чух, вăхăтлă пĕçер, тесе каларĕ, тет. Чхейп. Усăлă çын сахал пулнă, так хăйсен шухăшне мĕн аса килнĕ, çавна анчах туса пурăннă. || До такой степепи. Алик. Çав ачасам пĕр кушака тытнă та, так ватнă (сильно били). || Ходар. Çапла вара килтен киле хăйсем çӳремелли таран так кĕрсе çӳреççĕ. || Как только. КАЯ. Так вăл кайçанах, акка пирĕн пата карта çине тарса хупарч. N. Так хулана çитсенех, çамрăк шулĕк ваттине алă (у др. аллă) тенкĕ укçа пачĕ. Сюгал-Яуши. Так çывăрса кайсан, лашасем патне кашкăр пынă та, пĕр ăйăра туртса антарнă.

такам

(тагам), неизвестно кто. N. Кам ку? Такам-çке. Кто это? Не знаю кто. Кто его знает. N. Такампа кайнă вăл, эп курман. Не знаю, с кем он ушел, я не видел. N. Такамăн пур вăл, пирĕн çук. Не знаю, у кого он есть, у нас нет. Такам ачисем вĕсем. Не знаю, чьи они дети. N. Парасса патăм (отдал) та, такама патăм (действие отдачи помнит хорошо); парасса панă та, такама панă (действие отдачи представляет себе неясно). Чеб. Такамсем çĕрле килнĕ те, хамăра улмапа пере-перех татса карĕç, терĕм. || Всякий, каждый. Н. Карм. Мана ĕнтĕ эсир мар, такам та ятламалла, мĕншĕн тесен, эпĕ темиçе çултан та сире тав туса пĕр çыру та çыраймарăм. N. Ăна такам та паллать. Про него чай знает всякий. N. Такам та пĕлет. Кан. Куçарасси Мами аван куçарнă. Такам та ăнланмалла. || Прямо никто. N. Эпир курнине такам та кураймĕ. Никому не придется испытать того, что мы испытали! || В чувашизмах. Могонин. Такамран ыйтсан та (кого ни спроси), çак ниш çинчен калама пултарать (может рассказать). Ст. Шаймурз. † Улма патăм-илмерĕн, кĕмĕл патăм-суйларăн. Пит нуммай вăхăт çӳрерĕн, ху та такама каяйрăн (за кого-то ты сама выйдешь). Изамб. Т. Мана тата хамăр пекки пулмасăр, такам пулмĕ. Какого еще мне жениха ждать? Ведь нас не вельможа какой возьмет. Орау. Кам вăрланă-ши укçине?.. Такамах мар пуль-ха (не больно кто, чай..) хăйсен ачипчисем путлим (= путлĕ-им). N. Эсĕ, ачам, такамшăн такам пултăн, маншăн турах пултăн. Кил, эп сана чуп-тăвам. Не знаю, как другим, а мне ты, дитя мое, сделал превеликую услугу. Иди, я тебя поцелую. Выçăхакансем 26. Эпир ĕне сутатпăр иккенне такам çăви сарса янă (какой-то чорт разблаговестил, т. е. распустил об этом слух). || Нет. Сятра. Тĕнке-тона, хы çут (= хыйă çут), теччĕ (говорят).— Такам (= айӳк?), тет тĕнке-тони: коарпа пиçсе тĕтĕмпе пĕрле те вĕçсе каяс польă, тет.

такăн

(тагы̆н), спотыкаться, запинаться. Сĕт-к. Паян виççĕ (трижды) такăнса ӳкрĕм. N. Лаша виллисем çине такăна-такăна ӳксе таратпăр. Бежим, запинаясь о трупы лошадей. N. Ура такăна пуçларĕ, пурăнăç каялла каять пулĕ. N. Чул çине такăнчĕ. Он запнулся о камень. Буин. Чула (пĕренене) такăнса ӳкрĕм. Ядр. Чултан такăнса ӳкрĕм. N. Пуçтарнă чухне пĕчĕкреххи, астумасăр типĕ хулă çине такăнса ӳкнĕ. N. Намăс мар-и, тăванăм, çак хулăран такăнса ӳкме! Манăн ура айне пĕрене хурсан та, эпĕ нимпе те ӳкес çук! N. Эпĕ тумхах çине такăнса ӳкрĕм. БАБ. Ватăлмасăр вилес мăр, такăнмасăр ӳкес мар. (Гов. в конце моленья „ӳчӳк“). Сред. Юм. Такнакана тап котĕнчен, тесе ахаль каламаççĕ çав: тин çиç матки вилнĕччĕ-ха, ôнтан çонса кайрĕ, халь кăçал каллах çавăннех лашине вăрласа кайнă. Ib. Пĕр такна (такна) пуçласан çын такнатех ôлă. Раз человек начал спотыкаться, ему все неудача. Ib. Çын, пĕр такна пуçласан, такнатех вара: пĕлтĕр çонса кайрĕ, кăçал пĕррĕ ôлталаса пин тенкĕ лартнă, тепĕр каллах пилĕк-çĕр тенкĕ упиткă полнă, тет. || В перен. см. СПВВ. Такăнас — не ладить, спорить. || Смешиваться (при счете).

таккулхах

ни с того, ни с сего; без причины, напрасно. Орау. Пĕр сысна çури таккулхах (по неизвестной причине) пĕчĕккĕ ӳсрĕ. Апат та пĕрлех çинă, уйрăм çиман — асси темĕскер. Ib. Таккулхах (таккулhах) çак хут çине çыртăм эпĕ, хура çĕре çырмалаччĕ.

талай

неизв. сл. Ст. Чек. † Çут тĕнче тăлайран юлнă. Эпир вилсессĕн, мĕн юлĕ? Мĕн калаçнă чĕлхе, çав юлĕ. Макс. Чăв. К. I, 61. Талайран та юлан, ай, çуттĕнче, пиртенех те юлĕ те çак тĕнче! Сунч. Вĕç, вĕç, аккăш, вĕç, яккăш, талай хирне ӳк, аккăш.

таллă-пиçен

назв. раст., carduus L. сrispus L., черто-полох курчавый. См. тал-пиçен, тан-пиçен, танлă-пиçен. Рак. Таллă-пиçен. Çак пиçене хăнтан тӳртĕн тытса: хуртна тăк, хуртна тăк, хуртна тăк, тесе, пиçенне туяпа çапаççĕ, унтан пиçенĕпе ĕнене темскер каласа хĕнесе кĕтĕве хăваласа яраççĕ. Чертаг. Таллă-пиçен, мордвинник (лист с шипами, шишка: вдоль всего стебля как бы тянется неразвившийся лист с колючками, темнозеленого цвета шишка светлозеленая).

талмăк

(талмы̆к), то же, что тамăк. КАЯ. Çак ача çинчи чир çĕр тĕпне анса кайтăр, чул хушшине, талмăк варне кайса ӳктĕр, тьфу! (Нагозор). Чхĕйп. Вăл (душа) талмака каймала пулать-и, унта ун ĕмĕр хурлăх курмала-и?

талхăр

(талhы̆р), фыркать (о лошади). Хурамал. Лаша талхăрсан, çумăр çăвать, теççĕ. || Свирепеть. Чем люди живы. Ятлаçсан-ятлаçсан, Матрӳне Симун патне талхăрса пынă та, çаннинчен ярса илсе (схватив за рукав)… КС. Хăй хĕремесленсе ӳкнĕ, ман паталла талхăрса пычĕ. Он побежал (не подбежал; см. Опыт иссл. чув. синт. II.) ко мне с свирепым видом. || Бушевать (о стихии). Сам. 80. Хăш чух тата çак çĕрте тăвăл тухнă, талхăрнă, çӳллĕ йăвăç вĕçсене ыткăнтарнă, çавăрнă.

тамаша

(тамажа), диковина, изумительная вещь. Баран. 17. Çилĕлĕ старик пĕр чĕнмесĕр ăсран кайса шухăшлать: ак тамаша! кам пулчĕ-ши? Ib. 24. Мĕн тамаша иккен: йывăçсене эпĕ шарт та шарт хуçатăп, çапах пĕрне те авса пĕкĕ тăваймарăм. Юрк. Ак тамаша!.. ытла ырă пурăннă çĕртен, темĕн-те-пĕр шыраса çӳрет! СПВВ. Тамаша куртăмăр. Ib. Ак тамаша. Вот диковина. Юрк. Мана мĕн тамаша пулчĕ-ши? Куç ӳкмерĕ-тĕр-çке? Тем масар йăвăрлантăм (заболел сильно). ЧС. Атте: лаша апла пулнă, тенине илтсен, хуйхăрса: ак тамаша тата! Паян, килтен кайнă чухне, сывăччĕ. Мĕн пулчĕ тата? Пĕр-пĕр синкер ленкрĕ-шим? терĕ. Ск. и пред. чув. 78. Чĕре чăнах пĕлчĕ-шим? суйса парас тенĕччĕ. Ак тамаша! тĕрĕс-шим? Янтик. Ак тамаша! Ма мана каламасăрах кайнă-ха вăл? Хăй: каламасăр каймастăп, тетчĕ. N. Ак тамаша, вырăс çармăс тăвать! (О rem mirabilem, ex Russa nascitur Tscheremissius!). СПВВ. ИА. Ай тамаша! аплах пулмĕ-çке çак (не может быть этого). Сред. Юм. Акă тамаша, кĕре кĕнĕренпе те авăн çапма пĕр йôраллă кôн полмарĕ-çке ĕнтĕ.. Ib. Ак тамаша, мĕн пôлчĕ-ха ĕнтĕ тăта? Собр. Ак тамаша, самана, ытармалла мар сана. ТХКА 76. Ак тамаша, ку питĕ кирлĕ, вырăнлă япала-çке! терĕм эпĕ. Шибач. Йорлать, поплет, аташать, она итлемешкĕн тамаша! || Нечто чудное и страшное. Изамб. Т. Эпир çапла тамаша куртăмăр (страшное и чудное явление). || Часто выражает досаду. Шорк. Еккей тамаша, пулмарĕ вĕт! Ib. Ах, тамаша, укçа çукки хуплать-ха. (Выражается сожаление и досада). || Беда. КС. Вăл çын паян тамашана кăтартăрĕ (наделал беды). ЧП. Вот тамаша, топрăм хама хам валли. Качал. Пирĕн ачине япала, лашисене тамаша. (Свад. п.). || Обозначает затруднение (= мĕн тăвас, нимĕн тума та çук. Так обьяснил А. С Курушин). Хурамал. † Ула лаша тамаша, ака туртмаç (= туртмасть) тамаша. N. Еккей тамаша! СПВВ. Х. Ула лаша тамаша (= тумаша), ака туртмас мĕн тăвас? Ст. Ганьк. † Ула лаша тамаша, ака туртмаст тамаша. Хура лаша тамаша, суха туртмаст тамаша. Кĕрен лаша тамаша, киле килмест тамаша. Чуптар лаша тамаша, чупа пĕлмест тамаша. Çӳрен лаша тамаша, çул çӳреме тамаша. || Так кричат на лошадь. Амалăк-Кипек. Тамаша! (кричат лошади). || На диво. N. Якур тытса хунă çаран çинче курăк тамаша ӳссе кайрĕ. N. Малтан ку ялти çынсем тамаша аван пурăнатьчĕç (жили удивительно хорошо).

тан

(тан), равный, одинаковый; равно, одинаково, ровно. Çĕнтерчĕ 7. Çу каçа виççĕн тан ĕçлени ахалех сая кайрĕ. N. Çав карапа тунă чух, вăл ытти платниксемпе тан ĕçленĕ. Эльбарус. Кам суха патĕнче пулнисене пĕр тан уйраççĕ. Байгул. † Тавай сикес çӳлелле. Вăрăм çынпа тан (вровень) пулас. Якейк. Санпа тан полас килет. Ib. Эпĕр иккĕн пĕр танах. Мы с тобой одинакового роста. Шишкин. † Икĕ торă лашисем (т. е. пара их) тан чопаççĕ, килхепине тан тытсан (если будешь ровно держать вожжи?). N. † Икĕ хура лаша тан юрта-çке, чĕн тилкепи тăрăх тар юхать; пирĕн çамрăк пуçа нуша килсен, икĕ куçран куç-çулĕ тан юхать. Шишкин. † Тăван, пире мĕн полчĕ-ши — иксăмăр та (= иксĕмĕрĕн те) коç-çол тан йохать? Богдашк. † Хамăр тăвана курсан, икĕ куç-çулĕ тан юхăть. Сала 107°. † Уйрăлатпăр, тăван, уйрăлатпăр, хура куçăмăрсенчен тан юхать. Пазух. Пирĕн кинçĕм Праски пур, шăллăмпа тан ĕçлĕ-ха. N. Эп пыраттăм пахча çуммипе, икĕ кĕмĕл çĕрĕ тан выртать (парочкой, рядышком, на одинаковом отдалении от меня?). Ст. Ганьк. † Вуник купăс тан калать (на один размер). Кан. Эпĕр вăрçăчченхипе танпа пĕрех тырă-пулă акнă (почти столько же, сколько сеяли до войны). N. Эсĕ манпа тан. N. Унта пӳртпе тан пĕр йывăç ларатьчĕ? Бгтр. Вунă пурне вăйĕ тан мар. || Возраст. Сĕт-к. Вăрăм вырăс вут çолать, çави çине сĕвенсе; çак тана çитрĕмĕр, ати çине сĕвенсе.

танлă

(танлы̆), гордый, заставляющий себе кланяться. Слакбаш. СПВВ. Тан; танлă çын, спесивый; ан танланса тăр. Тюрл. Танлă çын, гордый. Нюргечи. † Çак улахра мĕн нумай? Танлă хĕрсем пит нумай. Бел. Гора. † Пирĕн аттенĕн тӳрĕ пусма чул пусмана хăпарма (вар. чул пусма çине пусмашкăн) вăйлă танлă çын кирлĕ. N. Этем танлă, мăн-кăмăллă. НЧ. Мăн-кăмăлланса çӳрекен танлă çын намăс курать. Сред. Юм. Танлă — хăйне хăй пысăка хоракан çынна калаççĕ. || Гордость, спесь, чванство. Тюрл. Пуçа танла хонă эс!

танлă-пиçен

назв. раст. Н. Карм., Ст. Чек., С. Тим., Тюрл. Т. VI. 24. Хĕрлĕ тавара, хут çинчи кĕлеткене, танлă-пиçене хăçан куç ӳкет, çавăн чухне тин (Çӳппия) куç ӳктĕр. (Заклинание). Кашк. Танлă-пиçен, раст. с очень жесткими комочками (у пиçен комочки мягче). Нюш-к. Танлă-пиçен, (очень колюч). Н. Седяк. Танлă-пиçен — кив ана çинче, ту хĕрĕнче ӳсет; йĕплĕ, хĕрлĕ, пысăк пуçлă пулать. Пазух. Çырма танлă-пиçенпе ĕмĕр симĕс ларсан та, выльăх пырса çиес çук. Рак., Кайсар. № 93. Танлă-пиçен. Хура ĕне кутĕнчи хурта тăк! Хура ĕне кутĕнчи хурта тăк! тесе, çак пиçене патакпа хĕртсен, ĕне кутĕнчи хуртсем тăкăнатьчĕç, тет (ĕни мĕн тĕслĕ, тĕсне каламалла). См. таллă-пиçен, тал-пиçен.

танлаттар

(-ттар), понуд. ф. от танлат. || Сильно ударить, боднуть. Хурамал. Аяккарах кайнă ку каç-таки чупса килсе танлаттар çак карчăка! Карчăк сĕчĕ-мĕнĕпе пăлтăр-палтăр! йăванса кайнă.

танаштар

(-тар), равнять, сравнивать. КС. Хурăн тăррине татса çăкапа танаштарчĕç. Якейк. Çак ик çăккăра торттарса танаштарса пăхрăм та, иккĕш те сакăршар кренке (по восьми фунтов). КС. Танаштарса пăххăрĕ. || Вывесить (весы), т. е. Уравнять весы чашек.

тапăлтаттар

понуд. ф. от тапăлтат. || Бить ногами по воде (о лошади). Б. Яныши. Пиртен пĕри утсем патнелле пăхнă та, çак ут шывра тапăлтаттарнине курах кайнă. N. Урисене тапăлтаттарать.

тапăн

(табы̆н), приставать, наседать. Сятра. Кĕсруна паратни, мăкăрна паратни? тесе тапăнат, тет, хоçине. Шурăм-п. Çимен амăшне: хăçан çиме лармалла, тесе, тапăна пуçларĕ. Шибач. Она тапăнчĕç çак картла выллякан хоçасам (хозяева): вот, тет, йомах каласа кăтарт, теççе. КС. Укçа тĕлĕшĕнчен эпĕ санах тапăнас тетĕп. Насчет денег я хочу обратиться к тебе же. N. Çынна тапăнат хытă (пристает). N. Эсĕ мана ма хытă тапăнатăн. Çĕнтерчĕ 36. Йăтă тапăнса (ожесточенно) вĕрни илтĕнет. || Напасть. Сĕт-к. Мана тапăнчĕç. На меня напали (пристали ко мне с предложением). Янтик. Ĕнер каç Ентюк пиччене вăрăсем тапăннă, тет, анчах тусур (ночной караульщик) хуçисене тăратнă та, вăрăсене хăваласа янă. Пшкрт: соҕа патн’а (кайсассăн), утн’а шы̆на таβы̆нза. Бел. Вăрă-хурахсем тапăннă çын пирĕн ялти Левруш пиччех пулнă. Кан. Калчасене хурт тапăннипе тапăнманнине асăрхамалли. || Цив. Каç, Качака Илюкĕ Илюк маткине тапăннă, тет: анчах ачисем кăшкăрма пуçласан, тухса тарчĕ, тет. Ст. Чек. Аптранă кăвакал амăшне тапăннă. См. аптăра. Трхбл. Ун арăмне вăрманта теçетник (лесник) тапăннă (напал с целью изнасиловать), тет. || Наступать. Истор. Урал тăвĕ урлă каçса Çипир (Çĕпĕр) çĕрне кĕрсенех, тутарсем Ермака тапăна пуçланă. || Пытаться, пробовать, приниматься, браться. Сред. Юм. Мĕн пôлать, тапăнса пăхар-ха. Пуяс тăк та, çакăнпа пуйăпăр ĕнтĕ, пĕтсен те, çакăнпа пĕтĕпĕр. (Предлагает решиться на большое дело). N. Çав вăхăтра шывран пĕр пулă тухнă та, ăна çăтса яма тапăннă (вознамеридась проглотить его). Истор. Вырăссем вĕсен Измаил ятлă креппăçне икĕ хутчен илме тапăннă, анчах ниепле те илеймен. Сред. Юм. Тапăнса пăх-ха (попробуй-ка), çĕклейретне, çĕклеймесне (поднимешь или нет)? Ст. Ганьк. Пуртăр витмест, хурçăр витмест, мĕшĕн тапăнатăр юмана (= мĕн пикенетĕр юмана касма)? || Покушаться. Изамб. Т. Пĕрре кĕркунне вăрăсем пирĕн сурăх картине кĕме тапăннă. Ib. Тула чупса тухма тапăнатчĕ. || Приниматься, браться (за что). N. Усал ĕç тума тапăнни. Трхбл. Вĕсем ĕçке тапăннă халь. Они теперь заняты пированием. ЧС. Мĕн тăвас, аптранă енне вара эпĕ киремете тапăнаттăм укçа шырама. Собр. Вăй çитменнине ан тапăн, теççĕ. Не берись за непосильное дело. (Послов.). Изамб. Т. Вăрăсем кĕлет çăраççине çĕмĕрме тапăннă та, çĕмĕреймен. || Начинать. Сред. Юм. Вилме тапăнсан илсе килчĕç. Привезли, когда он уже был при смерти. N. Ашшĕне тархаслама тапăнать. || Собраться (сделать чта либо). Чăв. й. пур. Çуркунне, урам хушши хуралсан, армана кайма тапăннă (собрался ехать). Ib. Алă пусакансене ирĕксĕр хăратса, хĕнеме тапăнса пустарттарнă (заставили расписаться, приложить руку). || Вымогать. Ала 9°. Лешĕ ватă хуçа çапах та арăма ирĕк-сĕрех тапăна пуçланă, тет,

тапăр

(табы̆р), место для водопоя стада на речке. СПВВ. Кĕтӳ тапăра аннă. СПВВ. МС. Ку выльăхсам пăхакан ырă мар, выльăхсене тапăртах хуплать. КС. Тапăр тăратнă вырăнта (где скотину загоняют на водопой в полдень) тырă лайăх пулать. Изамб. Т. Кăнтăрла çитерехпе выльăхсене шыв ĕçме тапăра антараççĕ (загоняют поить). Ib. Тапăр (или: тапăр вырăнĕ), место, куда загоняют скотину поить и отдыхать. Н. Карм. Тапăр — кĕтĕве кăнтăрла вырттаракан çĕр. Баран. 6. Тăн-кăнтăрла тĕлĕнче, шăхличине кăшкăртса, хуçа хупмасть тапăра. N. Вăл вырăна пирĕн тапăр вырăнĕ теççĕ. Çак тапăра çитсессĕн, пирĕн хăшĕ-хăшĕ çур çавала çитичченех кĕрсе тăчĕç. || Табун, стадо. ППТ. Кăнтăрлаччен, пуху тăваççĕ те аслăрах çынсем, тапăр ансан (когда стада спуститься на водопой), выльăхсене тапăртан кайса тытса килеççĕ. ТХКА 42. Лашасем, ĕнесем каçпа тапăра тухнă. Эпĕ хамăр тьыхана йĕвен тăхăнтарса утлантăм. || N. Тапăр, то же, что стольне.

тапран

(-ран), двинуться, сдвинуться, тронуться. Маштануши. Козловкăран кăшт тапранса карăмăр анчах (отошли), пирĕн проххота тепĕр проххот пырса çапрĕ те, ватса пăрахрĕ. N. Анса çитеспе темĕскертен хăрарĕ те, темскер пек тапранса кайрĕ. Сĕт-к. Эпĕр ана çинчен тапраннă чох хĕвел чыллай çӳлтеччĕ. Альш. Çынсем тин тапрана-тапрана тухаççĕ-ха: кăшкăраççĕ, шатăртатаççĕ, пĕр-пĕрне вăратаççĕ. Ст. Чек. Пăр тапраннă. Лед тронулся. Ала 86°. Хай çын пĕр хырне ярса тытрĕ, тет те, тăпăлтарса кăларчĕ, тет; унпа пĕрле çур хула тапранса тухрĕ, тет (т. е. он выворотил вместе с сосною полгорода). Хорачка. Атăл тапранса карĕ, пăр йокса карĕ (тронулся). N. Эпĕ темĕн чухлĕ тапранимасăр выртрăм (лежал, не будучи в состоянии двигаться). Чăв. й. пур. 10. Лаши вара тапраннă-кайнă (повезла, сдвинула воз). Орау. Ирех лаша кӳлсе тăратнă паян, нимпе те пуçтарнса тапранса каяймаççĕ. Собр. Çил вĕрмесĕр йăвăçсем тапранмаççĕ. (Послов.). || Начать выпадать, вылезать (о волосах). Пиçенер. † Сар ока пак (золотистые) çӳçĕмччĕ. Çорхи çилпе тапранчĕ, кĕрхи çилпе тăкăнчĕ. || Сильно надорваться (напр., о пояснице), повредиться. Орау. Пилĕк тапранчĕ. Надорвал поясницу. N. Çанта çухра (çывăхра) снарат çорăлса (ă)шчикă тапранчĕ. Бугурусл. Вăл пĕр мăйăра катакан асав шăлĕ тапранĕ (стронется с места, повредится). N. Пĕтĕм шăм-шак тапранчĕ (стали ныть). N. Çан чух питĕ хытă хăрарăм, чĕре тапранчĕ, хăракан пултăм. N. Чон тапранчĕ манăн. N. Ăшчик тапранчĕ (От страха). || О пульсе. Собр. Ал тымари тапрансан, çын вилет, теççĕ. || Собраться. Торп-к. Ирхине, ăстасем Хум-пуç петне тапрансассăн (пошли, собрались), йытă çӳри вăрттăн амăшне хулхаран калать, тет. Коракыш. Вара çавсем (они) каяла килме тапрансан, çав çăкăр тĕпренчĕккисене йăлт кайăксем çисе пĕтернĕ, тет. Толст. Çумăр тапранат. Собирается дождь. N. Çĕрле аслатиллĕ çумăр тапранать. Ст. Яха-к. Вĕсем пирĕн пата анчах килес тесе тапраннăччĕ (собрались было), Елексантăр пичи пычĕ те, хăй патне илчĕ-кайрĕ. Шибач. Хай арăм тапранчĕ кайма, шорă кĕпесем тăхăнчĕ, çӳхӳ пĕçерчĕ пĕр такмак, сăра ăсрĕ пĕр витре. Хорачка. Хола (= холая) кайма тапранса. N. Унтан эпĕ тапрантăм шкула кайма. Чураль-к. † Ах, кинçĕм Пăраски, час тапранса часах туя; час тапранса тохмасан, хăван таврашпе тухмасть, тет. См. тавраш. N. Кайма тапрантăмăр (собрались). |! Зашевелиться. Тип-Сирма. Ылтăн хăма уçăлĕ, хурт-кăпшанкă тапранĕ. (Тул çутăлни). || Начинаться, произойти. Панклеи. Киремет мĕле-мĕле (= мĕнле-мĕнле) тапранса кайни халап пор (существует предание). N. Ку вăрçă стан тапранса тохнă-ши! N. Вăрçă тапранчĕ. Сред. Юм. Ыран хĕр-туй тапранать. Завтра начинается свадьба. Ядр. Вăл сĕрен мункун ыран пулать тен чух тапранать. N. Хĕл иртсен, çуркунне тапранса каять. Альш. Çав кунсенчех тапранчĕç çилсем — япаласене кӳртрĕмĕр, лăпланас енне кайсан. || Приняться. Юрк. Вăл япаласене ĕлĕкрех çырма тапраннăччĕ те, вахăт çук пирки çак кунсенче тин ĕçлеме тытăнтăм. Т. IV. Шăши курсан, тума тапраннă ĕç малалла пымасть. Paas. Тапранчĕ макăрма. || Подняться (о ветре). Панклеи. Çил темскер пек тапранса тоххĕр. Поднялся сильнейший ветер. || N. Шыв тапранса анать. N. Шыв тапрансан яраяс çук. || Excitari. Тюрл. Манăн тапранать (mentula aut cunnus). Янтик. Чĕлĕм туртсан тапранать (mentulа), вуник кунсăр чарăнмасть.

тар

(тар), fugere, бежать. Н. Шинкусы. Ачи çăкăра илчĕ те, тара пачĕ. N. Школа çитсен, эпĕ кĕртĕм те, алăк патне тартăм (убежал к двери). Сред. Юм. Çавăн сăмаххипе тартăр (убегли), кона пĕлнĕ полсан эп вырнтан та тапранмастăмччĕ. Ib. Ôн çине пăхсан, хăраса тармалла (т. е. убежишь со страха. Пит илемсĕр çынна çапла калаççĕ, т. е. так говорят про безрбразного человека). Ала 6°. Тарса, тарса пырать те, тарсан-тарсан, çитрĕ, тет, пĕр тимĕрç лаççи патне (добежал до какой-то кузницы). N. Çул çинче пĕр çын килнине куртăм та, вăрмана тарса кĕрсе карăм. Якейк. Тарăçин (тарĕçин) тарĕç. Если хотят, пусть убегают. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ хăранипе киле тара пуçларăм (побежал), вăл хыççăн хăвалать (гонится за мной). БАБ. Эпĕ вăл ачасем тарăхĕнчен (с досады на ребят) ĕнтĕ таçта тарасса çитнĕ (готова убежать невесть куда). N. Таракан ĕнене (корову, которая убегает из стада) уртмах çакса яраççĕ. N. Çул çинчисем киле тара-тара кĕрсе курчĕç. Те, которые были в пути, забегали украдкой к себе домой, повидаться. N. Тарса тухрăмăр, мы бежали (из этого места). || Об озерах, которые, по поверью, могут переходить на другое место. Сорм-Вар. Ĕлĕк онта (на месте болота Тĕрне шор, около дер. Сорм-Вар, Алик. р.) кӳлĕ полнă, тит; халь вăл хамăртан вонă çохрăма тарнă. Çак япала тарнă чох, пĕтĕм ойсене полăсем тăкăнса йолнă, тит. || О воде. Кан. Шыв аяла тарнă (ушла глубоко вниз).

тара пар

отдавать в аренду. N. Ана тара паратпăр. N. Çак анана эпĕ Михаляна тара патăм. N. Халĕ патшалăха тытса тăрса вĕсем тара панă укçине анчах илсе тăраççĕ.

тар курăкĕ

назв. раст., василек. Рак. Тар курăкĕ тар чирĕнчен аван; вĕретсе ĕçеççĕ. Рак., Кайсар. № 86. Тар курăкĕ. Тар чирĕпе çын аташса выртсан, çынна çак курăка парсан, çын аташма чарăнат; вĕретсе час-часах ĕçтерсен, чирĕнчен сывалат. Череп., Пухтел. Тар курăкĕ, василисник. Хурамал. Тар курăкĕ, thalictrum, василисник; тар чирĕпе выртнă чух çавна вĕретсе ĕçеççĕ.

тарават

(тарават), приветливый, гостеприимный, щедрый; обходительный. Сĕт-к. СТИК. Тарават, гостеприимный, обходительный. N. † Манăн хăна-вĕрле пит тараватчĕ, пăха пĕлмесĕр сивĕтрĕм. СПВВ. ИА. Хăнасене пăха пĕлекен арăма: тарават арăм, теççĕ. Богдашк. † Хуçăрсам тарават, тухма çук (т. е. не хочется уходить из гостей). ЧП. Çак тăвансем пире пит тарават. N. Пит тараватрах ĕçлерĕ. Янтик. † Пирĕн ачасене пит тарават пăхса янă куккăшĕ. СПВВ. † Хуçасем тарават пулсассăн, пире килме-кайма пит аван. СПВВ. Т. Хăна (= хăнана) кайсассăн пит пăхакан çынна: тарават, теççĕ. Ст. Чек. Вăл мана тарават-çке. Он мне рад. СПВВ. МС. Ман атте тарават (е: çынна усал тумасть). N. Уçă кăмăллă, тарават пулччăр. Лашм. † Кил-йышĕ тарават пулсан, хăни-вĕрли кăмăлĕ çиелте. || Мусир. Ыр тантăшсем, тăвансемI Тараватрах çӳрейрер (= çӳрейĕр).

тараватлан

быть гостеприимным, щедриться. Бес на м. г. Пур енчен те (во всех отношениях) темĕн чул тараватланса пăхса яраççĕ (странников). Кильд. Вара çавă пичĕшĕ çак ачасене тараватланса пăхма тытăнатьчĕ, тет.

тарам

(тарам), не важно, не жалко; ладно бы, наплевать (от русск. даром?). С. Тим. † Хурăн-çырли пиçнĕ чух хурăн-ташран уйăрăлтăм; хурăнташ та тарамччĕ (это бы еще ничего, но дело в том, что), атте-аннĕрен уйăрăлтăм. КАЯ. Манăн унталла-кунталла пăхасси тарамччĕ-ха (это еще ничего бы, что я стал посматривать туда и сюда, а дело в том, что), урнă йăтă ăçта кайнине пăхса тăма пикеннĕ. КС. Тарам-çке умпа, юлтăр-и! — Тарам мар-ха, илсех каяр. Пусть останется, это неважная вещь.— Не „пусть останется“, а непременно возьмем. Ib. Тарам-çке манпа, ыттисене илсе кай-ха! Ну меня-то что, ты вот других возьми (туда)! Тюрл. Тарам (пускай), мана кирлĕ мар! (Говорит, если что-нибудь дают). N. Аттăм кĕли тарамччĕ, хĕрсен пуçĕ сыв пултăр. БАБ. Пысăкрах ачасене çапла хытланса çӳресен те, тарамччĕ ĕнтĕ (ладно бы). Пĕчĕкçĕ ачисене мĕне кирлĕ иккен çав каçсерен тухса çӳреме. Ib. Унта пĕр вилес вăхăт çитсен, ӳпне мар, кутăн çакăнса вилсен те тарам, терĕ. К. П. Прокоп. † Виçĕ тĕрке пушăтран хăрах çăпата кăларчĕ, вăл та пулин сулахай; сулахай тарамччĕ (ничего бы), вăл та пулин пасарăн (о женихе). Ашшĕ-амăшне. Ватă шăм-шаксем ырата пуçларĕç те, çапах вăл тарам-ха (но это ничего). Аттик. Анне пăрахса килсессĕн (остатки воды, кусочки хлеба, которые бросила она на перекресток от лăп-лап), Матюк аппана пама (за лечение) вăтăр пиллĕклĕх тенки ун патне илсе пычĕ. Матюк аппа аннене: укçишĕн тарам (деньги не имеют важности), сип пултăрччĕ-ха; вăл укçи тармĕ, сип пулни укçаран та хаклă, терĕ. Хăй укçана илчĕ те: ачам, часрах чĕрĕл, тесе тухса кайрĕ. N. Кил пăхасси çапах пире тарам халь (смотреть за домом для нас не важно). N. Пуян хĕрĕ пушмаклă; тарам пушмак пултăр та, урам йĕрне пустармăл (пусть она в башмаках, я все-таки не позволю обижать себя). Урам йĕрĕ çул пултăр, çак ялти хĕр тус пултăр. Якейк. Эп сире йорă йорланăшăн хĕвел-çармĕш илсе парăп (куплю). Хĕвел-çармĕшшĕн тарам та-ха (подсолнышки для нас не имеют значения, мы за ними не гонимся). N. Уншăн тарам-çке, юрĕ-çке! Ладно, и без этого обойдется! Чертаг. Тарам-çке, кирлĕ мар, хăвах çи! К чему? Напрасно. Не надо, ешь сам. (Гов., напр., отказывающиеся от какого-нибудь угощения). || Хотя. Якейк. Ман лаша, тарам (хотя) пĕчĕк полсан та, санчен иртерет. М. Тиуши. † Ах, лашам пĕчĕккĕ! Тарам пĕчĕккĕ пулсан та, çăка каски турттарать. || Впустую, понапрасну, ни к чему. Сред. Юм. Кăçал тыр та полман, ытлин-çитлин окçа-пôхча çôк пирĕн, ĕçкĕ тăвасси тарам полать-и мĕн (видно, придется оставить мысль о пирушке). Ib. Тарам пôлать пôль. Видно придется оставить (задуманное). Ib. Тарам пôлтăр! Оставим (это)!

çак таран

по сих пор, до этих пор. N. Паян çак таран çӳрет ара, ыр хĕр-и вăл!

çак тарана

(-на), до сих пор. Якейк. Çана ĕçсе ĕсĕрлсе, çак тарана çитрĕмĕр. N. Ытти ют патша халăхĕсем епле пурăнса çак тарана çитнине вĕрентеççĕ. Тим.-к. † Ах, йытă, Карила, çак таран килмесĕр сана вали хĕр пĕтри?

тарăнăш

тарăнăшĕ, глубина. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 10. Вĕсене пурне те пĕр тĕслĕ апат кирлĕ мар, тата тымарĕсем аяларахра, тепĕрисем çиелерехре пулмалла. Кан. Çĕр пусăрăнса çитсен, таврашĕнчи çĕре таптаççĕ те, йăвăç хăй ĕлĕк мĕн тарăнăшĕнче ларнă таран анса ларать. С. Дув. † Çак ял шывĕ тарăн шыв, тарăнăшĕ пилĕкрен.

тарăх

(тары̆х), досадовать, сердиться, возмущаться. N. Темĕн пек (весьма): вĕреннĕ çак усала, тесе тарăхать, анчах туртма (табак) пăрахаймасть. Çĕнтерчĕ 48. Хăш чух эпĕ: мĕншĕн эпир пуян пулнă-ши? тесе, темĕн чул та тарăхатăп. || Чăв. й. пур. 28. Якку вара кайран пит тарăхса йĕнĕ. Яккăва çапла тарăхтараççĕ. Çылăха та, намăса та пĕлмеççĕ. Ib. Ашшĕ вара нимĕн тума та аптранă. Вара пит тарăха-тарăха йĕретчĕ. || О надоедливом человеке. Изамб. Т. Эпĕ кинтен тарăхап. Мне сноха надоедает. || Сердиться, возмущаться. СЧЧ. Пичче (брат) кулнипе Лукка пичче (дядя Лука) пĕтĕмпе тарăхса çитрĕ (осерчал), тет. N. Темшĕн ямаççĕ (письма), питĕ тарăхатăп. N. Хресченсем тавар илеймесĕр шалт тарăхса пĕтеççĕ. Орау. Ах, тархас килет-çке ман (сержусь, меня зло берет). || С послелогом „çи“: сердиться на кого. Панклеи. Йăван патша хĕрĕ çине тарăххĕр (разсердился). Ст. Чек. † Уччаскана кайса, эп çул турăм, аслă çулсем çине, ай, тарăхса; ял-ял урлă кайса, эп тус турăм, ялти хĕрсем çине, ай, тарăхса. || Жаловаться, негодовать, N. Хĕрсем çинчен тарăхса çыру янă (написали, жалуясь). || С тв. пад. БАБ. Тытăнат вара (тут) ачисемпе тарăхма (жаловаться, негодовать). || Выходить из себя. В. Олг. † Перĕн кинеми сак шăлат. Чонтан посса шăлсассăн, сак хăми те авăнат. Чон тарăхса çитсессĕн, сана та (новобрачную) полин ави-ха (поколотит тебя). || Терпеть горести. N. Тепĕри хăй ĕмĕрĕнче пĕр ырă курмасăр тарăхса вилет. N. Мана аттепе анне тарăхма анчах çуратса янă. || Раскаиваться. Орау. Ӳлĕмрен нумай тарăхăн та-ха, халĕ тулĕк ман сăмаха итлеместĕн. || Мучиться. Чăв. й. пур. 15. Леш çынсем каланă: калăпăр, калăпăр; эпир унпа тарăхнă ĕнтĕ, тенĕ. N. Тĕлĕкпе тарăхан. ЧС. Çавăнтан (от того, что умирают лошади) тарăхса ĕнтĕ пĕр лашана пĕлекен çынтан (у знакомогр человека), куккасенченех, илчĕç. Орау. Паян лашана Салапайра (местность) тарăхса шыраса çӳретĕп, а вăл килсе выртнă та, выртать. Ib. Паян ку суха-пуçпе пĕтĕмпе тарăхса пĕтрĕм (замучился), пĕртте путлĕ пымаçть, урăх ларттарас пулĕ, тем, кумпа ака пĕтереймăп. N. Пирĕн ял, çăва тухсан, çавăн пирки (из-за опойцы) çумăрсăр тарăхат. („Питĕркке шăтăкĕ“). N. Чирпе тарăхса порнаççĕ. Ст. Чек. Тарăхаттăм-çке унпа пурăннă чухне! „Живя с ним, я не видала светлого дня“. N. Вăл ыттисем пек вырăн тупаймасăр тарăхса çӳремест. ЧС. Вăл хĕр тарăхнипе тарасана сикмен-ши? Хурамал. Вара кушакки выçă тарăхнă та, хăй хӳринчен пĕр алтăр çакнă та, пĕр çулпа тухса кайнă. || С исх. пад. Истор. Вырăссем тутарсенчен пит тарăхса пурăннă. || Испытывать крайнюю нужду. Ст. Чек. Çукран тарăхап. Испытываю крайнюю нужду во всем. || Заботиться. N. Тимĕрĕç те çавăн пек сунтал кутĕнче тимĕртен пĕр-пĕр япала тăвасси çинче тарăхса ларать. N. Паразитла пурăнакан чунлă япаласем тарăхса ĕçлесе пурăнмаççĕ. || Усердствовать, стараться изо всех сил. N. Аптăранăран, тарăхса (= тăрăшса), сана парне паратпăр (аптăранăран сана парне паратпăр). Орау. Лаши тарăхса туртать, çапах та вырăнтан та тапратимаçть, аллă пăт пулĕ унта, таçта кайма тиянă. Ухмах, вăрманта пĕр йăвăç та хăварасшăн мар курăнать, вăрманти йăвăçа пĕтереймăн унта. Чăв. й. пур. 31. Акă! кам-шăн тарăхса ĕçленĕ ĕнтĕ вăл? Вăл мула, хăй чунне хĕрхенмесĕр, камшăн пухнă ĕнтĕ вăл? Ib. 17. Вăл вара татах юлташĕсене шырама тухса кайнă, татах темĕн пек тарăхса шыраса çӳресе те тупайман. || Всячески добиваться, биться, стараться, лезть из кожи. Орау. Тем тăвать ку унта, тарăхса калаçса ларать (принимая близко к сердцу, желая добиться, выходя из себя). Альш. Малтан вăл териех тарăхса вĕрмес, тет. Виççĕмĕшĕнче-тăваттăмĕшĕнче питĕ хытă тытăнса вĕрчĕ, тет (отчитывала от „ие“). Конст. чăв. Эпĕ ку таранччен тарăха-тарăха шыраман та пулăттăм та, манăн кунта тăван кукка пурăнать. Орау. Тарăхса çын хутне кĕрсе калаçса тăрать ку Кĕркури; тем кирлĕ, хăй хутне такăш кĕрес (а кто за него самого вступится)? || Выходить из себя, уверяя... Чăв. й. пур. 27. Вăл: ĕçместĕп (водки), тесе, пит тарăхнă, çапах хăратса: ĕçмесен, пăрахмастпăр (не отстанем), тесе, ирĕксĕрех ĕçтернĕ. Ib. 6. Вăсем малтан Ваçка сăмахĕпе тунма (отпереться, negare) хăтланнă, тырра илекен вара пит тарăхса каланă: вăсем те пурччĕ, тесе. Унтан вара вăсене хĕсе пуçланă. Хĕсе-хĕсе вара вăсем те каланă (признались): пурччĕ çав (мы были там), тенĕ. Ib. Пăртак йĕркене пĕлекен çын темĕн пек тарăхса каласан та, ăна пĕртте ĕненмеççĕ.

тарăх

(тары̆х), мученье. || Горестное, тяжелое положение. Ст. Чек. Çак тарăхранах таçта кайса кĕрĕттĕм. Чăв. й. пур. Çав тарăхпа вăл шыва кайса вилме тапăннă (решил утопиться). || БАБ. Çавсем тарăхĕнчен (т. е. от назойливых указаний деревенских, не советовавших оставлять ребенка в больнице) вăхăтсăрах илсе таврăнтăмăр, тет. Ib. Эпĕ вăл ачасем тарăхĕнчен ĕнтĕ таçта тарăхса çитнĕ [измаялась я с этими (моими) ребятишками?].

тарнă

(тарны̆), глубокий. См. тарăн. Орау. Пирĕн ытла пĕве тарнă, пулăсем те кĕмеççĕ. Наш пруд очень глубок, даже рыба не ловится. Ib. Çак кӳлле пит тарнă, тиççĕ. Про это озеро говорят, что оно очень глубоко (говорят, что это озеро очень глубоко).

тархасшăн

тархасшĕн, тархашшăн, тархашшĕн, пожалуйста, ради бога, Хурамал. Тархасшăн ярăр мана, малашне килмĕп. Н. Карм. Тархасшăн пирĕн пата та çырăр (пишите). Баран. 28. Кала-ха, тархасшăн, епле эсĕ çак тĕрлĕ çутăлса кайрăн? тесе ыйтнă. Сред. Юм. Тархасшĕн, пожалуйста. Юрк. Мĕн илтнине мана та, тархашшăн, систерсем (уведомь). Бес. чув. 9. Эпĕ: тархашшăн, темесен те, парăп, анчах кунта çук халĕ, укçа килте.

таса

(таза), чистый, опрятный. Этем йăх. еп. пуç. кай. 38. Пичĕ, ал-лаппи, ура-лаппи таса, çăмсăр. || Чисто, опрятно. Качал. Кам таса пурăнать, вăл чире те пĕлмеçт, теççĕ. Сборн. По мед. Ăна таса тытсан, йĕркелĕ эмеллесен, вăл час ӳт илет. || Здоровый. Ала 99. Хăва ĕлĕк таса чохне шăрçа пит йорататьчĕ. Н. Карм. Эпĕ халĕ таса, сывă пурăнатăп. (Письмо). N. Аçусам-апусам веçех таса (здоровы). Капк. Таса çыннах ĕçлĕ çынна кĕртес теттĕр-и? N. Эпĕ халь таса мар вуртатăп (болен). Актай. Çак çынăн арăмĕ юрайла(?) таса мар пулнă пак йăнăшса выртнă, тет. Ib. Ăста каян, старик? тет карчăк? — Арăм таса мар пулчĕ те (нездорова), юмăçа каятăп, тет. Юрк. Пăсăлнă куçа шăлнă алă-шăллипе таса куçлă çын шăлсан, унăн та куçĕ пăсăлат. Изамб. Т. Хĕлле ури тап-таса та юн пек хĕрлĕ пулат. О сохр. здор. Вăл лĕкĕ пек шатрасем тепĕр çын пуçĕ çине ларсан, унăн пуçĕ тасах мар пулсан, унăн та çавăн пекех кукшана ерет вара. || Robustus. Кн. для чт. 62. Çĕнĕрен килнĕ ристансенчен пĕри çӳлĕ те тасаскер пулнă. Алших. † Пирĕн пек таса ачасем сайра амаран çуралат. Айдар. † Таса тантăш (çавă) пур. Ядр. † Çак хăтанăн хĕр таса; хĕр таса, çурт таса, тепĕр хĕрне парать-ши. Орау. Мĕн тĕрлĕ таса ачасам юлса пычĕç... пирĕн карĕ! || Невинный. N. Ырă çын лайăх тесе, пит ан калаç, таса чуну çинчен ят ярĕ. || Настоящий. N. Таса тискер-кайăк. Шурăм-п. Тепĕр таса хăлинĕ лешсем кайнине сыхласа пура хыçăнчех чĕтресе пăхкаласа ларнă мĕн. || Святой. М. В. Васильев. Таса мăн турă пуринчен асли (1-го разряда). Т. VI. ЗЗ. Таса турă, учук тăватпăр авалхи йăлапа. Туррăм, ан пăрах, çырлах. (Учук кĕлли). Ib. VI, ЗЗ. Таса учук çырлахтăр. (Моленье). N. Эсĕ чĕрĕлĕх çăкăри, тасасене кăларакан, ырăлăх паракан. Полтава 26. Уншăн таса япала (святыня) ку таранччен пурнăçра çут-тĕнчере çуралман. || Прочный. N. Пуканĕсем пурте таса. || Ясный. Полтава 24. Çынсем ăсне витĕрех, таса куçпа курнă пек, тĕппе-йĕрпе вăл курать. Шурăм-п. Таса, уяр, тӳлек кун. Ск. и пред. чув. 99. Таса çутă тĕнчерен ылхан анчах илтнĕскер. || Здорово. N. Санăн ачусам таса пурăнаççĕ (здоровы). N. Вăрçă таса пырат. || Ясно, чисто, хорошо. N. Вĕсем ĕç тăвас вырăнне нумайрах вăрлама тăрăшаççĕ, мĕшĕн тесен вĕсем, пуйсан, хăйсем мухтава тухассине таса пĕлсе тăраççĕ. || Правильно (произносить). Юрк. Çав сăмаха çапла, тутар пек, таса (чисто, правильно) каласан, эпир сана ретсĕр (вне очереди) çаккăн хыçĕнченех авăрттарăпăр (позволим молоть). || Точь-в-точь, совершенно. Регули 1420. Таса (пĕтĕмпех) ашшĕ пек тунă. || Чистота. N. Тасара пурăнма аван: тасапа таса мар танлаштараймăн. N. Эпĕ тасана юрататăп, тасанăн усси пур? Янорс. Мана аттесем калатьчĕç: тасара лайăх пăхса осранă, тетчĕç. N. Учитĕлсем тасашăн пит хытă çине тăрса тăрăшнă. || Здоровье. N. Кĕрконне корма (повидаться) пыратăп, хам таса пулсан. || Беловик. Слакбаш. Таса çине куçарса çырнă. Переписал набело. || Невинность. Орау. Епле айăплă пулсан та, тасана тухать ĕнтĕ вăл мур, айăпа юлмасть. || В чувашизмах. Сред. Юм. Тасинчен маси = порринчен çôкки (лучше не иметь, чем иметь?). Турх. Сана лашасăр пурăнни — таси. Тебе лучше всего жить без лошади. N. Таси паха „скатертью дорога“.

тат

(тат), рвать, срывать, отрывать. Шурăм-п. Мăйăр хăмла пек пулать, эрнере татса пĕтет (в неделю срывается). Кильд. † Çаврăнайса-çаврăнса ут çулнă чух, татса-татса пĕрлĕхен хыпмарăм (здесь „Татса-татса“ — сорвав много раз). Трень-к. Манран ку улма-йывăçĕсене (кам) ватса, олмисене татса карĕ? тесе ыйтрĕ. Арзад. 1908, 13. Пĕчĕк Иванкка пахчаран тăхăр хăяр татса кĕрсе, йăмăкне 4 хăяр, пиччĕшне З хăяр панă. Орау. Мăк пилеч (билеты на право собирания мха) илнĕ çĕртре паян халăх пĕр-пĕрне хĕснипе (в давке) пĕрин уринчи çăпатине татса юлнă (сорвали с ноги). Пир. Ял. Упăшки вăхăтра сиссе татса антарнипе вилмелле пулман. || Разорвать. Сорм-Вар. Унччен те пулмарĕ, карчăк: урлă татса хыпам-ши, тăрăх татса хыпам-ши, тесе калама тапратрĕ, тет (т. е. разорвать ли тебя вдоль или поперек?). Б. Яныши. Хорĕ (гусь): пре татам та, пре хыпам, тет. Чураль-к. Кам-та-кам шарлать, çавна чĕпĕтсе татсах илмелле. В. Олг. Торă татса кайманскер! (Сильная брань). || Порвать. Янтик. † Туртсан тимĕр татас пек. || Перервать. N. Тупă пулькки тивсе, кĕлеткин(е) варăнчен татса пăрахрĕ. Шурăм-п. Юрлакан, ĕретри çынсен аллине татса каяс тесе, вирлĕн (стремительно) чупса пырать. || N. Татса яр, ссадить (напр., кожу). || Разрушать запруду, прорвать. N. Усалсем (черти) арман пĕвине татса яраççĕ. М. Яуши. Эпĕ пĕр армана татса ярса тăратăп, тем чул пĕвелеççĕ те, чараймаççĕ. Мижула. Пĕр урамра темиçе пĕве пĕвелеççĕ, малтанхин пĕви толсан, ярать те, кайрисен пĕвисене татса каять. || В пассивном значении. Якейк. Армансам татса кайнă. Ib. Выл çинче паян пĕр арман та йолман, тит, порте татса кайнă, тит. Коракыш. Вăл каланă тăрăх утмăл лав йĕплĕ-хулă хатĕрлесе пĕвине пĕвеленĕ те, пĕви татса кайман. || Разбередить, сорвать (напр., болячку). Сборн. по мед. Хăш чухне тата кĕсенĕсене ача хăй чавса татнăран та пулать (это происходит). || Пилить, рубить. Регули 197. Вотă татнипе выртать. Дрова лежат нарубленными. Ib. 1. Вăл вотă татма каять. Мусур. † Пирĕн йысна пуласси — авăн вутти муклашки, урайне хурса татас пек. Кан. Татман юман хăмасем. || Нарезать (салму). Ядр. † Сала-кайăк тăриччен салма татса ярсассăн, пирн варлине эс юрăн. || Рвать (шерсть). N. Кунне пĕр тенкĕ паратьчĕç мана, эпĕ çăм татнă çĕрте ĕçлеттĕм. || Ощипывать. С. Алг. Кăçалхи çул ăна (кăрккана) çапнă-антарнă, тытнă-пуснă, туртнă-татнă, каснă-вакланă, пиçнĕ-хуçнă, лармалла та çимелле иккен. (Такмак). || Дергать (конопли), драть (лен). Якейк. Кантăр татмалла полать те ĕнтĕ. Ib. Кантăр татса пĕтертĕмĕр. Изамб. Т. Йĕтĕне татсан, çапса вăррине илеççĕ. N. Кантăрсам та татрăмăр, пăрçасам та çултăмăр. Сред. Юм. Кантăр татас. (Кĕркунне ана çинчен çăлассине калаççĕ). || Прерывать (сон). Орау. Ăйăх: татсан — татăлап, чăссан — чăсăлап, тесе калать, тит. Сон говорит: „Если меня перервут, я перервусь, а если растянут — растянусь“. Сред. Юм. Ыйăх татсах (лишая себя сна) ôнта кирлĕ мар япалашĕнех çӳремесен те йорĕччĕ. || Пересекать. Эпир çур. çĕршыв 15. Урамне (улицу) икĕ çĕрте урлă урамсем (переулки) татса каçаççĕ. || Переграждать. N. Манăн тĕрĕс мар çула тат. || Переходить, перебегать (дорогу). Шурăм-п. Кушак çул татсан, телей пулмасть. || Отводить, отрезать (землю). Альш. Вăл çаранне (луга) ăна вĕсем чăн лайăх тĕле суйласа татса параççĕ (в самом хорошем месте). N. Землемер (мишавай, мешевей) мĕнле татса пачĕ: пурне пĕрле-и? || Подводить, подрезывать; подкузьмить. N. Халĕ тата çак икĕ çул хушши тырă пулманни ытла та татрĕ (здорово подрезало, подвело). || Срезывать, подрезывать. Изамб. Т. Кĕпе пĕвĕ пĕтсен, пусма (ситец) татса пĕреççĕ (сборками). Ib. Ул татса пĕрнин аял хĕррине тата пусма татса пĕреççĕ (оборки). Ib. Кĕпи аркине (у чувашек) икĕ тĕлтен татса сыпаççĕ. || Покидать (надежду). N. Йывăр пирĕн иксĕмĕрĕн хуйхăмăр, юлташăм, тенĕ, çапах эсĕ ĕмĕте татса ан хуйхăр. || Разбивать (надежды). Фин. Çавăнтах: тырă пулĕ-ха ĕнтĕ, тесе, тăнă çĕртрех тăм ӳкет те, санăн пĕтĕм ĕмĕтне та(та)ть пăрахать. N. Ан кул, пит чĕрене татать. N. Ашшĕ-амăшĕ, унăн кăмăлне татас мар тесе, ăна чарса тăман, куç-çулĕпе йĕре-йĕрех хăйсен пĕртен пĕр ывăлне пилленĕ. Конст. чăв. Ку сăмахсене вĕсем мана хăратса анчах каланине эпĕ пĕлтĕм те, анчах хирĕçес мар тесе, шухăшланă шухăшăма çав тĕрлĕ татрĕç пулин те, эпĕ вăсене пĕр самах та хирĕç тавăрса каламарăм. || В дееприч. форме на „са“, „се“ иногда передается наречием: вдоволь, в изобилии. Кратк. расск. 16. Акă ĕнтĕ пĕтĕм Египет çĕрĕнче çичĕ çул тырă-пулă пит татса пулĕ (уродится в изобилии). Капк. Тырри те татсах пулмарĕ те, пĕрлешесси çинчен шарламаççĕ-ха. СПВВ. НВ. Тырă-пулă пит татса пулать (родится отлично). Аттик. Эй, Ел-кӳлли! Çĕртен те, çӳлтен те татса пар; тырă пулмасăр хăварса выçă ан вĕлерсем. (Моленье). Турх. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтне вĕсене татса парĕ-ши (совершенно полно, вдоволь). || Выплатить. Бес. на м. г. Ак сирĕн хошшăрта куланай татни те нумай мар, пурăнăç та çителĕхлĕ мар. || Отбыть обязательный срок. N. Эсĕ çӳресе татман. Ты не отслужил (не отбыл) своего срока (в пастухах). || Лишать. Магн. М. 115. Тырăран татăк ан тăрат, пураран ан тат. (Моленье). ЧС. Эй, ĕнем, ĕнемI Халиччен сĕтрен-çуран татманччĕ, çуллен пăрулаттăнччĕ. Ал. цв. 10. Эсĕ мана мĕн пур телейĕмрен татрăн ĕнтĕ! || Отказывать себе, лишать себя. N. Эсĕ у (= вăл) укçана хăвăнтан татса янă пуль (отказывая себе в самом нужном). Сред. Юм. Хамран татса патăм. И себе нужно было, но я ему дал. N. Хăна ху пиртен пулас ырăлăхран ан тат (сам себя). || Решать (дело). Янш.-Норв. Пĕр çураçса ĕç татсан, вĕсем туй тума анчах хатĕрленсе тăраççĕ. Н. Сунар. Эсĕ пирĕн ĕçе татса пар ĕнтĕ. Ты уж рассуди нас (т. е. рассуди наши дела). N. Ман ĕçе татса парсам. N. Сире вăтантарса калатăп, сирĕн хушшăрта тăванпа тăван хушшинчи ĕçсене татса пама пултаракан ăслă çын пĕрре те çук-и мĕн? Истор. Вечера (на вечере) ĕçе вăрçмасăр, çапăçмасăр сайра (редко) татнă (надо: ĕçе вăрçмасăр... татни сайра пулнă?). Ib. Çапăçса хăшĕ çиеле тухнă, ĕçе те çавăн майлă татнă вара (решали в его пользу). Т. IV, 64. Çав ĕçе татсан, кам юрлас килекенĕн, пурте юрлаççĕ. N. Ĕçе туса тат. Синьял. Тăваттăн сута тăраççĕ, пĕччен сут татать. (Алăк уçса тухни). N. Кам мĕн чухлĕ илсе пырассине татса хуман. N. Кĕске татса калакан сăмах, поговорка. || Окончить, завершить. Кан. Службă татса киле кайма хатĕрленекен хĕрлĕ салтак. || Мстить. Полтава 68. Виççĕмĕш мул — Мазепа хирĕç татса парасси („месть“). || Удерживать. N. Кантор окçине татса йолмарĕç. || Придавать определенность, точность, систематичность. Юрк. Чăнласах та пирĕн чăвашран нумăйĕшĕ çак сăмаха татса калаймасăр „псав“ (вм. тат. бы̆зау) анчах теççĕ. ГТТ. Пурне те (обо всем) татса, уйăрса çырмалла (определенно, систематично). N. Час-часах пур япала çинчен татса çырса пулмасть. Сред. Юм. Тем йăмахласа ларчĕ, пĕрте татса каламарĕ. Не знаю, что говорил, не высказал всего ясно. N. Тĕплĕ ыйтса пĕлмесĕр, татса каламалла мар. Нельзя сказать определенно, не разузнав основательно. N. Татса калани, решительный сказ. || Обрывать (чью-либо речь). Ал. цв. 14. Аслă хĕрĕ ашшĕ сăмахне татсах калать: хăш хĕрӳ валли эсĕ хĕрлĕ чечек илсе килтĕн, çав хĕрӳ хăтартăр сана, тет. N. † Хапха умĕнчи вĕлтĕрене çапĕçĕ те татĕçĕ; ютсем йышлăн, эпĕ пĕччен, калĕçĕ те татĕçĕ. Орау. Çынна пĕр-ик сăмах пат каласа татать. Он обрывает человека сразу, одним или двумя словами. N. Амăшĕ вĕрентем пек тăвать: анчах ачисем ăна: эсĕ ху та нимĕн те пĕлместĕн, тесе, каласа татса хураççĕ. N. Çын сăмахне татса илсе ан калаç. || Сказать резко. N. † Пуян çыннăн ывăлĕ тесе сасартăк каласа ан татăр. Н. Лебеж. † Эсир татса каласан, эпир те татса калăпăр. Кĕвĕсем. Леш кассенĕн хĕрсене каласси пур пĕр сăмах; калăпăр та татăпăр: чĕрисене çурăпăр. Богдашк. † Çав Анаткас хĕрĕсене каласси пур пĕр сăмах, калăпăр та татăпăр, чĕрисене çурăпăр. N. || Выражает усиление. Турх. Авăна татса çапат (здорово, не кое-как). N. Сăмаха татса калаçни (бойко?).

татăклă

(-лы̆), имеющий куски, части и т. п. Моштауши. Ял икĕ татăклă: пĕр татăкĕ çырмин сылтăм енче, тепĕр татăкĕ çырмин сулахай енче ларать. Шемшер. † Аннен кăмаки шор кăмака, татăклă çăкăр пĕçерет, ăна çимесĕр кассăм (= каяссăм) çок. || Определенный, точный. N. Анчах епле тусан хăйне аван пулнине вăл ытти çынсем мĕнле тăвассине пĕлсен анчах хăйĕн татăклă сăмахне калама пултарĕ. || Решительно, определенно. Кан. Тавăрăнма шутламанни çинчен татăклах каланă. N. Луччĕ татăклă çырса ярас пулать (решительно). КС. Ĕçе татăклă ту (решить или устроить покончить дело с ясностью и определенностью). N. Çак пысăк ĕçе тĕпĕ-йĕрĕпе шухăшласа, татăклă туса пама (для того чтобы окончательно решить) татах вăхăт кирлĕ пулнă. N. Татăклă пул, расчитаться.

тата

(тада), еще, кроме того. Регули 1527. Манăн конта пилĕк ĕне, вăлсамсăр поçне тата тепре атти панче. Ib. 1473. Эпĕ, атти, Онтри, он пичĕш, тата ман йăмăк пырса (эп пырса, атти пырса). Ib. 1488. Вăл пире ĕçтерчĕ те, çитарчĕ те, тата окçа пачĕ те: çавăншăн она ыр сăмах калас мар-и?. Ib. 1476. Атти ман ватă, тата хоравсахрах. N. Мĕн тата кунта çаплах ларас, терĕ, атьăр çанти вар хушшине, унта çырла нумай. Вишн. 66. Тата пĕчĕкçĕ ачасем, упаленекен е утакан пулсан, кăмака тăмĕ, тата кăмрăк пит çиеççĕ. Ib. 69. Тата хăш-хăш шыва усал пулса ĕçмелле те мар пулать. Ib. 60. Тата çавăн пекех çырмасенче, пĕвесенче пулă ярса ĕрчетес пулать. Ib. 73. Тата хăш-хăш çĕртре хĕрӳ кунсенче яланах вĕт кайăк-кĕшĕк (ӳпре) çӳрет. Çавăн пек çĕрте шыв çулĕ пур тесе, шанса алтма та юрать. К.-Кушки. Тата Вăрнар çук-ши? Нет ли еще (других) Вурнар? (или: м. б. есть еще другие Вурнары). Çутт. 56. Çапла, çаплах çав. Ахалех пуян Ваççана тата мăнтăрлататпăр, терĕç. Орау. Çĕрĕпе тем чул вутă çунтарсан та, кашни каç çавăнтах выртсан та, вутă татах пурччĕ (хватало, не изсякали). || Вдобавок. Орау. Ишекре хваттер лайăхчĕ, шалу сахал пулсан та, кунта тата кăçаллăха хваттер çук. N. Çынна вĕлернĕ те, теççĕ, тата ыйтать: мĕншĕн çыхатăр? тет, теççĕ. Алекс. Невск. Тутарсем çĕмĕрсе тăкни çитмен, татах урăх тăшмансем: шведсем, нимĕчсем, литовцăсем, халăх вăйсăрне кура, вĕсене хирĕç тăра пуçланă. Чхĕйп. Тата тепĕр ик туй арĕм пек пулнă. Ала 98. Илья пролокĕ чӳркӳре йопа çинче çорта лартма ытах кансĕр, çорти ӳкет тата. || Еще (энкл.). Указывает на обстоятельство, которое также надо иметь в виду. П. И. Орл. Тулĕк вăл виçĕ сăмах анчах çырать тата, çырнă чухне нуммайрах çыртăр вара. N. Эс тата ма салтса илтĕн-ке? А ты зачем еще сняла с нее (монисто)? Регули 1502. Парать-и тата? Эпĕр итмесĕрех илĕпĕр. О земл. Малашне мĕнле май пулăшать тата. Регули 1424. Вăл халь те килиман. Вăл тата халь те (халь те тата) килмен. Шурăм-п. Вĕсем, вырăсла сăмах тесе, çак кирлĕ сăмаха халăхран туртса илесшĕн. Ку аванах та мар-çке тата, ку халăх чĕлхине чухăнлатни пулать-çке. || Выраж. противоположение, когда к предшествовавшему присоединяется нечто последующее, его отрицающее. Орау. Эп ку пир-тăлласене çума парас, терĕм те, памарăм тата (а потом не отдал). Ib. Эпĕ ăна питĕ хытă çиленсе çитрĕм те, татах каçартăм. N. Ку килте, лешĕ таçта тата (а тот, не знаю где). || В возражениях. Альш. Карчăкĕ каланă: мĕшĕн çимерĕн тетĕп, тенĕ. Старикĕ каланă: çирĕм вĕт тата! Тет. (Смысл такой: ведь я поел, чего же тебе еще надо?). Баран. 79. Çула пурăнма аван-и тата? терĕм. || При сравнениях усиливает перевес качества, как русск. еще более. ЧП. Син-пылтан тăван тата тутлă (еще слаще). Юрк. Улпут картишĕнчи çынсем тата та питрех (еще более) пăсăлнине (испорчены) курсан, ку, Карачăмĕ, унта слушит тума пăрахса, хăне хулана леçтерет. В. С. Разум. КЧП. Сухан пит йӳçĕ, пăрăç тата йӳçĕрех. Регули 1422. Вăл манран тата номай ăста. N. Манăн тата лайăх кĕнеке пур. У меня есть книга еще лучше. Срв. Манăн тата тепĕр лайăх кĕнеке пур. У меня есть еще хорошая книга. ЧС. Аслати тата хытрах авăта пуçларĕ, пирĕн чӳречесем чĕтресе анчах тăраççĕ. ЧС. Акă эпĕ тата питĕ хăра пуçларăм. Я испугалась пуще прежнего. Ала 31. Эпĕ юмах тата нумай пĕлетĕп (т. е. кроме этих). С. Тим. † Пуçа ухса ташлама кĕмĕл-тенкĕ кирлĕччĕ; халь те кĕмĕл кĕмĕлне, тата кĕмĕл кирлĕччĕ (как будто еще серебрянее; срв. пинтен пин). Кан. Малашне татах та нумайтарах (еще больше) чăваш ĕçхалăхĕ Шупашкар пульнитсине эмелленме килессе шансах тăратпăр. Цив. Ку тата пит вăрăм, кулмаллисем пит нумай. Эта сказка еще далеко не вся (много длиннее того, что я рассказал). Шурăм-п. Ачасем тата нумай юрă юрларĕç. Менча Ч. Ку юмах тата вăрăм та (длиннее, чем здесь приведено), эпĕ ăна пĕтĕмпех йĕркерен пĕлейместĕп. Ала 70. † Çӳлĕ-ах та тӳ çикче виçĕ хурăн, çил силлемесĕрех силленет; çил силлесен, тата, ай, силленет. Дик. леб. 31. Патша арăмĕ, çиленсе, ăна татах курайми пулнă. || Выражает иронию. Орау. Çылăх вĕт! — Çылăх тата! (вот еще! с особ. иронической интонацией). Ib. Юрамĕ тата! Вот еще не годится. || Все-таки, опять-таки. Яргейк. † Макăра-макăра сат хураларăм, тата атине юрама пулмарĕ. ЧС. Акă манан пурак та тулчĕ ĕнтĕ, çырла татах (все еще) нумай. || Опять. N. Халь анчах тохса карĕ, тата килчĕ. N. Карĕ вăл татах хулана (опять ушел). Юрк. Лармастăп, тет ку татах. Он опять-таки говорит: „Я не сяду“. СПВВ. БМ. Тата, тăта, еще, опять. || При уступлениях. КС. Ĕçмесен пыратьчĕ тата, хăй пит ĕçет. Как бы он не пьявствовал, так было бы туда-сюда, а (ведь) он больно льёт. N. Хăш (хăть?) эсĕ вырăнтах пурăнсан тата аптăрамăпăрччĕ. N. Хăвăр укçăра пĕтерсен татаччĕ. Анчах эсир харам укçана, эпир тар юхтарса тунă укçана пĕтеретĕр. N. Вăл ахаль иртĕнет пулсан татаччĕ. Орау. Патакки тата, пуши çав, пуши çунтарать. Палка-то еще что, а вот кнут-то, кнут-то больно обижает! (Говорила чувашка о побоях, которые она терпела от мужа). N. Хăй кайни татахчĕ (ладно-бы), ачана вĕлермĕçин юрĕччĕ. || Ну, что же, что... См. Оп. иссл. чув. синт. II. N. Вĕлерсессĕн (лошадь), упăшкине ак çапла элеклесе каланă: санăн аку лашана чиксе вĕлерчĕ. Упăшки уна каланă: вĕлерин, тата мĕн тăвас, тенĕ. || Употр. во многих чувашизмах. Орау. Уярпа (от засухи) пушăт ӳкми пулать (лыки не снимаются) пуль? — Вăл тата мĕлле май апла халь (это еще что, а вот...), ак çĕртме анисем хытса каяççĕ-ха! Красная Горка. Автанĕ тата (а тут еще петух) кĕлет çине хăпарса кайнă та, тек-текех кăшкăрса, улпут пек тăрать. КАЯ. Анне алăк тăрса уçсан, хай килемей: фу! эпĕ килсенех усал сывлăш тухса тарчĕ, терĕ. Эпир аккапа: халĕ пирĕн патра усал (нечистый) çук, тесе, хĕпĕртенĕ-кайнă тата. Чертаг. Сыв пул (Прощай)! — Сыв пул тата! (ответ). К.-Кушки. † Эс савнине эп савсассăн, тата савма юраттăр (т. е. тогда для тебя возлюбленная будет еще дороже, ценнее). N. Эпĕ килте полсан татаччĕ.

таха

(таhа, почти энкл. из та+ха), вот, но..., вот, да... (указывает на то, что известное положение или заявление ограничивается чем-то последующим, хотя и не всегда упомянутым. В некоторых говорах это выражение ставится как после твердых, так и после мягких слов; в других же после мягких употребляется только те-ха, а посде твердых та-ха, и тогда следует писать оба эти слова через соединительный знак. ЧС). Сан пек усалла часах пусса ӳкерекенччĕ-таха. Сорм-Вар. Ачасене илсе килтĕм-таха, пыл çияççĕ лаçра (т. е. но их нет тут, они в лачуге). ЧС. Вăл вилсен пире ирĕк юлĕччĕ таха... (т. е. он еще жив). N. Мĕн тăватăн эсĕ унпа? Вăл амăшĕсене курма кайрĕ.— Эпĕ унăн шăлнĕ пулатăп та-ха, вăл киле çитеймарĕ, çул çинче вилнĕ пулмалла. Тораево. Улпут та тухать, тет, çак Иван патне, калать, тет: Иван, мĕшĕн эсĕ пĕрре те ман пата килместĕн, тесе калать, тет.— Иван: пырас-таха, тесе калать, тет. СТИК. Лаша илсе ятăм-таха, питĕ шух-няк! Ib. Пасара карăм та-ха. Пĕрене тавраш пулĕ, терĕм, нимĕн те çук. („Слегка говорит, так себе, монотонно“). Ib. Авăн çапмалла та-ха çав, хулана питĕ кайса килмеллеччĕ, укçа çук (нужно было сьездить в город, но некогда — надо молотить). Ib. Çавăнпа каймалла та-ха вара, пĕтĕм ĕçе пăрах та кай (брось все дела и иди. Говорит человек другому, который хочет уйти куда-то с работы).

тахан

(таhан), подкова. См. такан. Цив. † Аслă çулăн варринче тимĕр тахан йăрри (= йĕрри) пур. Так и в Тюрл. Арзад. 1908, № 52. Ытти лашисен тахан (подковы) малти урисенчĕ çеç. || Качели. Бюрг. † Икĕ тахан айĕнче вăй выляççĕ ачисем. || Козлы. Аттик. Вĕсем Хурăн-варне (овраг) пырсассăн, тахан туса, хурансене виççĕшне те çеккĕлпе (на крюке) çакса яраççĕ. Ib. Çапла, пурне те хатĕрлесен, суйласа илнĕ çын çырмана пĕве хĕррине анать те, тахан туса, виçĕ хуран юнашар çакса, çăмăр учӳк валли пăтă пĕçерме пуçлать. || Колодка, подшиваемая под лапти (в мокредь). Чинер. (Чист.). || Н. Седяк. Тахан — капан варне тăратакан йăвăç, çак йăвăçсене утă çĕрмесрен тăратаççĕ. || Виселица. V.S.

ташлакала

учащ. ф. от гл. ташла. N. Ташлакаласа паратпăр. М. Сунч. Вĕт-шак ачасем ташлакаласан, сиккелекелесен, ак çак юрра юрлаççĕ.

ташлама

(ташлама), круглый ломоть. Хурамал. Çăккăр ташлами = çăккăра иккĕмĕш каснă чĕлĕ. Чертаг. Ташлама (или: çаврака чĕлĕ). Городище Б. Ташлама — следующий за горбушкой ломоть хлеба. КС. Ташлама, çур пашалу, ломоть хлеба во весь каравай. || Назв. обряда. КС. Тырă пĕтерсессĕн, кайранхи ана çине пĕр пайăрка вырмасăр хăвараççĕ; çав пайăркана тăпăлтарса кăлараççĕ те, вара çавăнпала çăккăр ташламине чăркаса, турра кĕл-туса çĕре пытараççĕ. (Стар. обряд). N. Ташламана чӳклеме хыçĕнчен тăваççĕ; ăна çав чӳклеме пекех тăваççĕ. Хуçисене курка тыттараççĕ, мĕн пур пӳртри çынсем пуççапма лараççĕ. Вĕсем куркине сăрапа тытса лараççĕ, ун чухне ак епле каласа кĕл-тăваççĕ. Унăн кĕлли çапла: турăпа патшан сывлăхне асăнса ĕçетпĕр. Çарăк мар, арăк мар, кулмалла мар, тутана шăлмалла мар, кĕрекерен çӳле çĕклемеле мар; кулакана, тутине шăлакана, кĕрекерен çӳле çĕклекене çиччĕ те пилĕк чашкă сăра ĕçтермеле. Т. IV, 39. Хуçа: ятлă курка ярас, тесе калат; çитни пулĕ, çитменни пулĕ, тет; çак куркапа çитерес тесе калас, тет, хуçа; тав сире, ташлама юманкассисем, илтĕрĕр-е, илтмерĕр-е? — Илтĕрĕмĕр, хапăл кĕтни çав пирĕн. Хуçа: ятлă курка ячĕ, хурăнкассисем, тав сире, илтĕрĕр-е, илтмерĕр-е? — Илтĕрĕмĕр, хапăл кĕтни çавă пирĕн. Тав сана ташлама: çӳлте турă, çĕрте патша, ут туртайми урпа, ал çĕклейми хăмла, ĕçекен путене, ĕçейменни карăш. Ытах ĕçсе ярайманни савнинчен уйăрăлтăр. Ib. 48. Тав сана, турăпа патша ташлами, çара çунана хурамаличчен хурамаламасăрах пултăр, куян урине кăшăлличчен кăшăлламасăрах пултăр. Ака тавра аки, çаран тавра çави, ут туртайми урпа, ар çĕклейми хăмла, турат куçĕ куркипе, тумла шывĕ сăрипе пур тăвана кăмăллă тăвас, тесе, калатăп. (Чӳксем чӳкленĕ чух калакан сăмахсем). || Встреч. в соединении: Торкан-Ташлама, половина чув. околодка дер. Чашлама, прихода с. Аттикова. Золотн. 274.

те

(тэ), говорить. Панклеи. Мĕн тетĕн? Что ты говоришь? N. Мĕн терĕ? Что он сказал? Регули 466. Мĕн темеççĕ çынсам! Чего не скажут люди! (т. е. они могут сказать все, многое, их не переслушаешь). N. Ивана мăшкăлласа кулнăшăн, акă мĕн тенĕ. || Вводит прямую речь, как русское „говорить“. N. Каларĕ, тейĕн ак! Вот ты сам убедишься, что я сказал (правду). N. Вилеп, тесех тăрать. Все твердит: „умрет“. N. Эсĕ ан мантăр, тесе. Ст. Шумат. Эсĕ тăват уралă, эпĕ икĕ уралă, тет,— хăшĕ те хăшĕ валтан анĕ (кто из нас раньше сойдет)? тет. Ал. цв. 20. Эсĕ паян ешĕл йывăç пахчине пырса туратсем, чечексем, çулçăсем карнă ху юратнă хушша кĕрсе лар та, акă çапла кала: шанчăклă чурам, калаç-ха манпала, те (скажи), тет. Сред. Юм. Хай ача: эсĕ ман аппа пôлан-çке, эпĕ сан шăлну вит, тесе ячĕ (воскликнул), тет. || Весьма часто вводит предложения, соответствующие русской косвенной речи; при этом вводному предложению нередко предшествуют глаголы думания, говорения и вещания, а глагол „те“ ставится после него. Подлежащее вводного предложения часто заменяется вин. падежом, а самое построение вводного предложения нередко частично изменяется в сторону косвенной речи. Шурăм-п. Тутлă шăршă кĕрет: ăçта та пулин пыл пур, темелле (подумаешь, что...). Регули 476. Поплеççĕ: вăл килмест, тесе (или: вăл килмест, теççĕ). Гаворят, что он не придет. Ib. 1481. Эп пирĕн тесе (или: тесе те, т. е. подумал), пирĕн полмарĕç. Эп пирĕн, терĕм, пирĕнех полчĕç (оказались нашими). Ib. 471. Эп çĕмĕрнĕ, тесе, ятлать. Бранит меня, как будто я разбил. N. Санпа тавлашма тытăнĕ, тетĕн-и, эсĕ ăна? Неужели ты думаешь, что он выступит с тобою в состязание? Ал. цв. 20—21. Эсĕ мана хăвăн сассупа хăратăп, тесе, ан шиклен. Не бойся, что ты испугаешь меня своим голосом. Истор. Вырăссен çарĕ чакма чарăннă, тенине илтсен, хрантсуссем те пит савăннă. N. Эсĕ килет поль, тесе (думая, что ты идешь), алăк уçма тухрăм та, эсĕ пулмарăн? Трень-к. Эп (эпир) пурт çинчен ан антăр, тесе, посмине илчĕç. Они убрали лестницу, чтобы я (мы) не мог (не могли) слезть с крыши. N. Пире... сирĕн пата: пĕрле пурăнар, тесе, калаçса килĕшме ячĕç, пире хăвăр тусăрсемпе, юлташăрсемпе пĕрле çырса хуччăр, тесе, йăлăнма ячĕç, тенĕ. Послали нас к вам, чтобы заключить с вами союз и мир, и чтобы вы вписали нас в число соратников и друзей ваших. Регули 477. Эп паллимарăм, те. Скажи, что ты не узнал. N. Вĕсем мана: çырла ан туптăр, тесе (чтобы я не нашел ягод), кунта исе килнĕ. N. Вĕсем: эпĕ çырла тупам мар, тесе, мана кунта илсе килнĕ. (Странная конструкция, по смыслу с пред. совпадающая). N. Салам кала, тата: тав тăвать сана кĕнекешĕн, те. Передай ему поклон и скажи, что я благодарго его за книгу. N. Кашнийĕ вĕсем (каждый из них) мĕн пысăкăшĕ, мĕн аслăшĕ, вĕсене пурне те вырнаçтарса тăма мĕн чухлĕ вырăн кирлĕ? тетĕн. Регули 472. Эп: вăл, терĕм,— вăл мар, терĕ. Я сказал, что это он, а он сказал, что это не он. Н. Чукалы. Атя чултан шыв кăларар! — Якуркка калат: атя! кăлараймăп, терĕн-ем? Юрĕ кăларса пăхăпăр, чим, кăштă каяр-халь. Регули 473. Эп: кирлĕ мар полĕ, тесе. Я думал, что, вероятно, не надо. Ib. 475. Эп шокшларăм (= шухăшларăм): вăл, тесе. Я думаль что (это) он. Ib. 1447. Эп она: пĕлтĕр, тесе (чтобы он знал), йори каларăм. [Эту фразу можно понять и иначе: „я сказал ему ложно, что (это было) в прошлом годе“]. Кан. Уçсан та (окно): кантăка çĕмĕрмесĕр хупатăп, темелли çук. Нельзя быть уверенным, что затворишь его, не разбив стекла. НТЧ. Хай Елекка виçĕ кунтан: пуç ыратать, тее пуçларĕ. Кан. Çитрĕ, карчăк, пурнăç? теейсе юлтăм. Капк. Атте, мана валли кĕнеке илме сан укçа çук, тетĕн? Урмай. Лешĕ калать, тет: çичĕ куçĕ те çывăрса кайнă, терĕ, тет (у меня). Юрк. Мĕн çинчен? тесе ыйтат чăвашĕ те. Кн. для чт. 10. Усал çынна çыпçăнсан: ырă çул çинче, тесе, ан кала. N. Вĕсем сан çинчен: пусмăрлать, тесе, тата тепĕре каласан: эпир хамăра тивĕçлине тăвăпăр: санпа тинĕс çинче те, çĕр çинче те вăрçăпăр, тесе, çырса ятăмăр. Мы написали ему так... если они еще обратятся с жалобою на тебя, то мы окажем им справедливость и будем воевать против тебя на море и на суше. Якейк. Эпĕ Хосана килет, тенине илтсен, вăлсам пит савăннă. Услышав, что я (ты, он, мы, вы, они) приеду (-ешь, -ем, -ете, -ут) в Казань, они очень обрадовались. (Отметьте здесь употребление глагола З-го лица ед. ч. при подлежащем во всех лицах и числах). N. Эсĕ калан мана: сана çавраймарăм, тен. Ты говоришь, что я тебя не сумел свертеть (т. е. увлечь; замечательная косвенная речь). КС. Платон: сана кăçал килмеçт вăл, терĕ. Платон сказал, что ты в этом году не приедешь. СТИК. Эпĕ кăна, эсĕ кайтăр тесе (чтобы ты ушел или уехал), турăм. Эпĕ ку япалана, эсĕр кайтăр тесе (чтобы вы ушли или уехали), турăм. Регули 718. Вăл манран итрĕ: пичĕш килет-и? тесе (придет ли его старший брат, т, е. брат спрашивающего или брат другого человека; смысл двоякий). Якейк. Эп сан пата мĕн тума пытăм поль, тен? Как ты думаешь, зачем я к тебе приходил? N. Эсĕ, Анна, мана (про меня): карточка теме ямас у ман пата, тесе калат, тет. Про тебя, Анна, говорят, что ты говоришь, что я почему-то не посылаю тебе своей фотографической карточки. Альш. Эсĕ çывăраттăр, тесе (думая, что ты спишь), кĕмерĕм эпĕ. Сана: çывăрат, терĕç те (сказали, что ты спишь), кĕмерĕм вара эпĕ. || В З-ем л. ед., а иногда и мн. числе, употребл. в смысле русского безличного оборота: „говорят“. Альш. Пурăнсан-пурăнсан, вăл ăвăсĕсене пĕри каснă, теççĕ, хăшне-хăшне; унтан вара суккăр пулнă, тет-и, мĕн-и (говерят, что-ли)? Ib. Çилĕмсем çаклансан, ĕçерсе яма анакансем (в воду) пулнă, тет-и-мĕн те, çавсем калаççĕ, тет. Изамб. Т. Энтрипе арăмне уйăрса кăларнă, темест-и? — çапла, тет, çав. N. Ăна вилнĕ темери? Не говорили-ли, что он умер? Регули 478. Поплеççĕ: вăл килмеçт, тет? Говорят, что он не приедет. (Здесь странное соединение мн. ч. с ед.). || Называть. N. Çакна чăвашла мĕн (как) теççĕ-ха? Ăна кунтăк теççĕ. СПВВ. НН. Малтан пыракан тесе укçана калаççĕ. Çавна илесчĕ те, малтан пыраканни çук тени — çавна илесчĕ те, укçа çук тенĕ сăмах пулат (означает). || Думать, предполагать, хотеть, желать (ставится с прич. буд. вр.). N. Антон (Антун) каларĕ вара: Захар (Сахар), епле топас тетĕн утсене? терĕ. Юрк. Эпĕ ĕлĕк те авланас теместĕмччĕ, ун чухне те пĕр шуйттанĕ хĕтĕртнипе анчах авланса ямарăм-и? тет. М. Яльч. † Пĕчĕккĕ лаша, турă лаша, кăçалхи çул кӳлес теменччĕ; ай-хай пуçăм, çамрăк пуçăм, кăçал çул каяс теменччĕ. Регули 556. Ярас тетĕп. Хочу (сообщить) послать. Ib. 559. Эп каяс темĕп он чох. Я тогда откажусь (не захочу) итти (ехать). Якейк. Килес мар тесеччĕ эп паян. Я сегодня не хотел было приходить. Ib. Ăна корасах теттĕмччĕ, коримарăм. Ăна корасах тенĕччĕ, коримарăм. Ăна корапах тесеччĕ, коримарăм. Ăна корас тесех килсеччĕ, коримарăм. Ib. Эп тăвас тенĕ пек полчĕ; эп шохăшланă пак полчĕ (как я желал, так и случилось). Регули 1519. Вăл пĕтерес терĕ те, пĕтеримарĕ (пĕтерчĕ). Сред. Юм. Онпа çитмес тăта, ôна та сотас тет, мĕн ĕнтĕ. Этого не достаточно, еще и это хочет уже продать. || Решать. Якейк. Эп конта йолас терĕм уш (решил уж остаться здесь). ГТТ. Эпĕ: хама тӳрре кăларам, темерĕм çав ĕнтĕ. Я решил не защищаться. || Обещать. Регули 1482. Эс ĕнер килес терĕн те (или: терĕн), килмерĕн. Эп килес терĕм те, килтĕм. Ib. 1520. Вăл мана курас терĕ те, курчĕ. || Употребл. во многих чувашизмах. N. Мorbus тени чир тени пулать. Слово morbus означает болезнь. Альш. „Пулуштух“ тессине „палăштух“ теççĕ. Вместо „пулуштух“ они говорят „палăштух“. Чт. по пчел. № 17. Хурт йĕрки тесе эпĕ „пчеловодство“ тессине калатăп. Термином „хурт йĕрки“ я перевожу слово „пчеловодство“. ТХКА. Эпир, эсир,— теççĕ анатрисем. Сăмаха вир-ял пупленешкел эпир тессине эпĕр, эсир тессине эсĕр, тесе çырма эпĕ шутлатăп та ĕнтĕ. Я. Турх. Ывăл тессине „ул“, анне тессине „апи“ теççĕ. Юрк. Вырăсла тесен, вырăсла мар, чăвашла тесен, чăвашла мар. По-русски — не по-руски, по-чувашски — не по-чувашски, т. е. не разберешь как, не поймешь на какой лад. Шурăм-п. Чăнах та пирĕн паталла, çын тесен, çын мар, упа тесен, упа мар, лап-лап пусса утса килет. Ал. цв. 6. Пӳрт тесен, пӳрт мар, çурт тесен, çурт мар (не то изба, не то дом). Юрк. Илемлĕ темелĕх те пур. Можно сказать, что она и красива. N. Хальхи куланай (подати) куланай темелĕх те çук (т. е. очень малы). Ромс. 30. Ĕçлес тесе (усердно) ĕçлеççĕ. Якейк. Йăван тесе Йăван çынтан кулать! Даже Иван (уж нащто Иван), и тот смеется. N. Пăва тесен, Пăва та пирĕн хуларан илемлĕрех. Уж нашто (на что) Буинск, и тот красивее нашего города. Т. VII. Шухăшларĕ, шухăшларĕ, тет те: пырăм, хăшне çиессӳ килет — пылĕ те, çăвĕ те, ашĕ те, сĕчĕ те, хăйми те — мĕн тенĕ вăл пур (есть все, что хочешь), кала, терĕ, тет. Толст. Бухар патшалăхĕнче мĕн тени вăл пур (есть все, чего хочешь). Орау. Вăт пирĕн Якур, ĕçлет тесен ĕçлет! (работает так работает; уж действительно работает). N. Чухăн хресчен пурăнăçĕ тесен (если говорить о бедняцкой крестьянской жизни), пит лайăххи, матурри сахал вара: пĕрин лаши çук, тепĕрин плукĕ, сухи-сӳри çук. Байгул. Нумай пулать, тет-и, сахал пулать, тет-и (через сколько-то времени), çаксен пӳрт тăррине пĕр хуп-хура кайăк пырса ларнă, тет. Орау. Çывăрса тăранимарăм тетĕн паян! Как ты говоришь, что ты сегодня не выспался? Юрк. Ыран калăм-кун тесен (накануне) чустасем лартаççĕ. ЧС. Пĕр çула (летом), çимĕк çитесси виç кун тенĕ чух (за З дня до семика). Ст. Яха-к. Çăварни пĕр эрне тенĕ чухне (за неделю до масляницы) çынсем сăра тума пуçлаççĕ. СТИК. Мункун тесен иккĕмĕш кун, в пятницу страстной недели. Ib. Раштав тесен виççĕмĕш кун, за три дня до рождества. N. Çапла вăсем мункун пĕр эрне тенĕ чухнех (за неделю) тем пек сĕреншĕн хатĕрленсе, ăна чунтан-вартан кĕтсе тăраççĕ. Яжутк. Ах, килемей! Эпĕ килемей тесен, килемей тесе калăп, кукамай тесен, кукамай тесе калăп (тархаслани). N. Çак ыйтнă кĕнекесемшĕн укçа тесен (если потребуются деньги) укçа та ярăттăмччĕ.

темерĕн

2 л. ед. ч. прош. вр. действия, не даром говорится, что... (Обозначает особенность предмета, его главное свойство). Орау. Ярмушки таврашĕ темерĕн (не даром говорят, что...), пăх-халĕ, мĕн хăтланать! СТИК. Çĕвĕç çынни темерĕн, тытнă-тунă-прахнă. (Не даром говорят, что портной: быстро сшил одежду). Ib. Çак Иван та темерĕн, килсен, калаçса, култарса пĕтерет вара.

тек

(тэк, т’эк’), все, то-и-дело, assidue. НАК. Хăй тата ниçта каймасăр кулĕ тавра (кругом по озеру) калла-малла тек ишкелесе çӳрет (утка). Перев. Хамăр нимĕн çинчен те шухăшламастăпăр, текех тататпăр (знай себе рвем ягоды). Н. Лебеж. † Выляма тесе, тухрăм урама, тек пăхаççĕ манăн сăн çине (на мое лицо). Сред. Юм. Тек хăраса çӳре онта (все бойся там), арран ирĕке тôхрăмăр. N. Вĕсемпе тек килĕштермесĕр пурăнатпăр (все ссоримся). Изамб. Т. Çапла тек (всё) лашасене çавăрса аштараççĕ. Юрк. Пĕри хăй амăшне, ватă çынна, хире пăрçа вырма илсе каят. Амăшĕ, вырнă чухне пĕр пăрçине, çиме тесе, çăварне хыпсан, шăлсем çук пирки çиеймесĕр, тек çăварĕнче чăмласа тăрат (горох остается у нее во рту не разжеванным). М. Васильев № З, 51. Шор лашапа эпĕ тек (мĕн тăвас тен выльăха?) пĕлĕт çине олăхап пек. Янтик. Пĕрре çаптарас пулать сана кутран, вара тек вырăн çине шăма пăрахатăн эс (перестанешь постоянно мочиться в постели). || Гиперболически. СТИК. Мĕн тек пĕтĕм ачу-пăчупа йăхланса çӳрен? (Говорят про женщину, идущую куда-нибудь со всем семейством, с ребятишками). Ib. Лапăртатса ан тăр тек! Не болтай. Ib. Çывăрса ан вырт ĕнтĕ тек, тăрас пулат! || Плеонастически. Орау. Вăл (она) хăш чухне, хутса ярсан, хупма (скутать печь) тек килекенччĕ. || Всё (в смысле „всюду“). N. Манчжуриара (= Манжурире) тикĕс вырăн пит сахал, тек тусем. || Больше, amplius, ultra. N. Тек ан таврăн! Тек ан таврăн (больше не возвращайся)! тесе, хĕнерĕ, тет те... N. Çăварна тек ан кар. Истор. Новогород çавăнтан кайран тек ирĕке тухайман вара. Альш. Амăшĕ калат, тет; тек çăкăр çук ĕнтĕ (больше хлеба нет), тесе калат, тет. N. Текех тăвассăм çук ун пек (больше не буду делать). N. Иляна вăл текех курайми пулнă (с этого времени возненавидела). Ала 17°. Халĕ ĕнтĕ эпĕ сирĕн патăрта вуникĕ çул пурăнтăм, текех (больше) кунта пурăнма юрамасть, каяс пулать. N. Текех ун çине те шанми пултăм. Я больше на него не надеюсь). Ала. Тек ан калаç, эпĕ хăратăп. Дальше (больше) не рассказывай, я боюсь. Торп-к. † Эпĕ сире текех кисе курас çук (больше не приеду к вам повидаться), сыв полăр та, пор полăр! Яргуньк. Сутнă чух ман пуçăмри йĕвене ан пар; парсан, мана текех кураймăн (больше не увидишь), терĕ, тет. Ой-к. Текех пыман вара. Больше не приходил. N. Килтен хут (письмо) илмесĕр текех хут ямастăп. Лашм. † Пирĕн çак тăвансем тек килес çук (больше не придут); килсессĕн, пăха пĕлес çук (мы не сумеем принять с должным почетом). N. Тек (больше) ним те çырма пĕлместĕп (в письме). СВТ. Нумайĕшĕ: çын шатра чирĕпе пĕрре чирлесессĕн, нихăçан та текех шатра тухмасть, теççĕ. Сĕт-к. Салтака тохса кайнă чоне: сыв полăр та, пор полăр, текех килсе кормăпăр, тесе, макăрса йорлаççĕ. N. Ăна текех хистемен вара. Его больше уж не принуждали. Регули 1301. Тек ан кил. Больше не приходи. Постоянно не приходи. N. Пĕр каланă пулсан та, анчах тек ан калатăр. Если сказал, то пусть не повторит того. || Опять. N. Этем пĕрре вилсен, тек пурăнасси пур-и? Янтик. Халь ĕнтĕ пĕрене хатĕрлесе çитертĕм, тек кайса шырас хуйхи çук. || Еще. N. Ман пек хĕн ĕçсене, ырă ĕçсене пит тĕплĕ туса пурăнакан çын çĕр çинче тек пур-ши вара. || В состоянии бездеятельности. Встреч. в след. обороте. N. Тек тăр-ха, ан вĕлер! Стой, не убивай. Микушк. † Ылттăнах та хачă, кĕмĕл ункă, кăтачĕсем çукран тек тăрат (ножницы лежат так, т. е. без употребления). Пазух. Юрлаймăттăм — юррăм та, ай, тек тăрать (иначе мои песни останутся так, т. е. без приложения). || Лашм. † Ай хаях та миллай, хамăр савни, эп каймантан тек кĕтсе тăрать пулĕ (вар. эп каяймантан тек кĕтет, т. е. всё ждет меня, чтобы взять замуж?). Кама. Эсĕ те кунĕн-çĕрĕн кĕнекепе. Сан пирки мана вăрçаççĕ. Ларасчĕ майланса тек кăна. Пĕтĕм ял сан çинчен калаçать.

телей

(тэл’эj, т’эл’эj), счастье. N. Хĕвел аннă вăхăтра турă телей валеçет, тет, çавăнпа çывăрма хушмаççĕ; çывăрсан телейсĕр тăрса юлать, тет. Сюгал-Яуши. Ман юлташ пысăк пулă тытнă та, кăçкăрса ячĕ: ай, ман телей! терĕ. N. Телее укçа парса илме çук. N. Пирĕн телее йытă çинĕ пулĕ. Ст. Чек. † Шурă аккăш вĕçет, ай, малалла, ик çуначчи юлат, ай, каялла. Эпĕр шухăшлатпăр, ай, малалла, пирĕн телей юлат каялла. (Солд. п.). Орау. Халăхсене телей валеçсе панă чухне чăваш урине сырса юлнă, тет. Трень-к. Анчах манăн хот вĕренме телей сахал полчĕ: школ хамăр ялта çок полчĕ (не оказалось). N. Çул çинче выртакан япалая тупсассăн, хуçи тупăнсан та, ăна каялла ним укçасăр пама юрамасть, телей çухалать, теççĕ. ЧП. Çинçе пилĕк, хура куç, кам телейне курса (на чье счастье) ӳсет-ши? ЧС. Чăнахах та (и действительно), ман телее (на мое счастье) унта шыв юхса выртать. Юрк. Телейне хирĕç (к счастью) хăйсем ялĕнче ана-çарансене çĕнĕ ятсемпе уйăрсан (çĕнĕпе тусан), ачисем ята кĕрсен тин пăртак сывлăш иле пуçлат. Бюрг. Телейне хирĕç хунĕ пырат-кĕрет те: мĕн ĕçлен эсĕ, кĕрӳ? тесе ыйтат. N. Пайтах вăхăт иртсен, çак çук-çынни ватăлмалăх кунĕнче, телейне хирĕç, пуя кайрĕ, тет. N. Манăн телей пулмарĕ çавă йăвăç тăрринче. N. Ман телее темскер çисе янă. Якейк. † Вăрмана карăм — шанки çок, киле килтĕм — арăм çок, ахаль пирĕн телей çок. N. Телей çине телей. N. Телей курса пурăннă чух хĕн-хурлăх манăçа юлать (бывает забвение о несчастьи). ГТТ. Телей пĕтни. Т. VI, 21. Асăнатпăр, витĕнетпĕр ачамăрпа. Вăсен телейĕнчен те пулин, килен-каян телейĕнчен те пулсан, патăр. Çырлах! (Ака пăтти). N. Пасара карни (= кайрăн-и)? — Карăм.— Мĕн илтĕн? — Пăрçа илтĕм.— Ак телей! — Телейи-япали, кĕпер урлă каçрăм та, тăкăнчĕ-карĕ. Чебокс. Ман телейпе, на мое счастье (потом в оригинале учителем исправлено на „телее“). Истор. Хыçĕнчен ăна темĕн чухлĕн ухăсемпе пере пуçланă анчах, унăн телейне кура, пĕри те тивертеймен (не попал). N. Унтан вăл хăй те, виçĕ çул пĕр телейсĕр патшара ларсан, усал тискер вилĕмпе вилнĕ. Кн. для чт. 11. Ун телейне кура çав хутрах урампала ача пырать. Баран. 110. Çĕр ĕçлекен телейĕнчен тырра пĕтерекен кайăк-кĕшĕк çуллен темĕн чухлĕ пĕтет. Ачач. 98. Ача телейне пула, халь çинче ашшĕ ăна нимех те усал тумарĕ. || Доля, судьба. Орау. Этемĕн хăй телейĕ ĕнтĕ ун, курассине курать. N. Пирĕн телей çанашкал полчĕ поль. Видно, такова наша судьба! N. Эх, пирĕн телей икĕ вĕçĕ те шĕвĕр полĕ! N. Пирĕн телей малтан пырат, çынсем курма килеç тем чул. Турун. Эпĕ поян çынăн телейĕ, тенĕ.— Ман телей ăста? тесе ыйтнă вăл вара. Лешĕ каланă: санăн телей ял хапхи патĕнче, тенĕ. Шор-к. Авалхи çынсам каланă: телейна (= телейне) пĕл те, Москава кай, тенĕ. N. Телейне пăх та, Мускава кай, теççĕ. (Послов.). N. Мĕн тăвас тен эсĕ, хамăр телей çампек (= çавăн пек) поль. ЧП. Эпĕ ĕмĕтленетĕп малалла, телейĕм туртать каялла. Байгул. † Телейрен иртекен çутă тĕнче пиртен те юлĕ-çке çак тĕнче. (Песня на поминках). || На конце пальцев, со стороны противоположной ногтям, расходятся складки кожи, в виде как бы концентрических дуг; у некоторых эти дуги образуют как бы законченную спираль, у других этого нет. Эта спираль называется телей (счастье): у иного оно есть, у другого нет. КС. || Встреч. и во мн. ч. N. Телейсем çапла пулчĕ пуль пирĕн тĕлтен! Такова, видно, наша участь. (Из письма). Курм. Телейсам.

тем пек

подобно невесть чему; очень, весьма сильно. Истор. Тем пек хытă вăрçнă. Толст. Патша тем пек çиленсе çитре (страшно рассердился), тет. СТИК. Вăл (она) акăшне тем пек чарчĕ, тет те, çав леш (та) нимне те итлемерĕ, тет. (Она всячески уговаривала сестру не убивать брата...). Изамб. Т. Акă, тем пек ĕçлĕттĕм, анчах вăй çук. Коракыш. Çул çинче санран тем пек итсе пĕлĕç (будут настойчиво расспрашивать). N. Тем пек юрасшăн тăрăшать. Янш.-Норв. Хăйсем кассисем ăна (девку) пурте мухтаççĕ, кил-йышĕсеи те тем пекех юратаççĕ (страшно любят). Н. Шинкусы. Хăйĕн халĕ тем пек пăхас шухăши те пур-тăр (самому, чай, очень хочется погадать). Орау. Эпĕ чăвашла кăшт (или: пĕчĕк) хут татăк çине çырнине те тем пек (вулаттăм). Ib. Пуçăм тем пек ыратрĕ (болела). Ib. Хăне хăй тем пекех хитре тесе шутлать пуль. Небось, считает себя за писанную красавицу. Ib. Чĕмпĕрте эпĕ те тем пекех вĕренесшĕнччĕ, анчах атте вăй çукран ниçта та вĕренме яман. N. Анне мана тем пек тинкерсе пăха пуçларĕ. N. Вăл мана вăрçнă чуне тутаран патакпа çапрĕ те, ман тута тем пек шыçса карĕ [страшно распухла, у меня всеё (т. е. всю) губу разворотило]. Сĕт-к. Хĕвел анасса тем пекех кĕтетĕн вара. Çĕнтерчĕ 14. Çуттине парсан, тем пекех аванччĕ те. N. Эпĕ хам сăна (портрет) тем пекех (с удовольствием) ӳкерсе ярăттăм, ӳкерекенех çок конта. КС. Тем пекчĕ те çав (очень желал-бы, но...). || Невыразимо приятно. Якейк. Çав вар вĕçĕнче сив шу ĕçрĕм те, тем пекех туйăнчĕ (или: полчĕ). Ib. Ăна пыл çини тем пекех туйăннă çав. Шел. 166. Тем пек маттур хĕрсем те (первейшие красавицы) пит юратса çиеççĕ. Цив. Лаши çине утланса ларчĕ, тет, тем пек улпут пулса (как невесть какой барин). Т. VII. Лартсассăн, вăл çын çак ямăшкăпа тем пек калаçа пуçларĕ (пустился в разговоры), тет. || Изумительный, великолепный. Каракыш. Ирччен тем пек хула пулса ларнă (возник).

темĕн

(тэмэ̆н’, т’эмэ̆н’), неизвестно что, что-то. N. Вăл ăна мĕн каланă? — Темĕн каланă (или: темĕн каланă, пĕлместĕп). Альш. Анчах унăн сăмси тăрринче темĕн шурри пур: кукша (çутă) пуçлă çын пек курăнать (у утки из породы „кукша-кăвакал“). || Невесть что, бог знает что... Юрк. Тĕтĕресси темĕн мар-тăр-çке (т. е. не представляет большой трудности). N. Сĕлĕ вăрлăхĕ çитерни пĕр сехет хушшинче темĕн курмалăх пур. || Употребл. для обобщения. Альш. Унтан лерелле вара Кӳренсем-темĕнсем каяççĕ (и не знаю, какие-то еще селения). Ib. Шапа кĕписем-темĕнсем (и еще какие-то травы), шăтат хăмăш [растет (вырастает) тростник]. || Не знаю(-ем). Сред. Юм. СТИК . Темĕн, кашкăр-ши вара! Не знаю, едва-ли это волк! (Так и в Сред. Юм.). Юрк. Темĕн, курмарăмăр, теççĕ ыттисем те. Не знаем, мы не видели, говорят и остальные. Ст. Чек. Темĕн, астумастăп (с оттенком сожаления, иногда преднамеренного, в том, что сказано другим человеком). || Выражает сомнение. N. Эпĕ сывă юласси темĕн? Не знаю (сомневаюсь), останусь ли я жив. N. Çăмюн вилес пек выртат; çак кунсене ирттерейи темĕн. Шихаз. Ентĕ кун пекех пулсан малалла каясси темĕн. Едва ли при такой обстановки пойдешь дальше. || Как будто. Пазух. Улма йывăç касрăм, темĕн Атăл тăрăшне тухас пек. Ух пек çинçе пӳме ӳстертĕм, темĕн атте-аннене юрас пек. || Пожалуй. М. Васильев. Çывăр, çывăр, тĕлĕк кор, атто тарĕ, темĕн, хор. Чăв.й. пур. 25. Эсĕ, темĕн, çунтарса ярăн, тесе, элек тупса сутниксене йыхăрса пынă та, Яккăва тилкепепе юпа çумне кăкарса пит хытă хĕненĕ. ЧС. Усал сăмахсем калаçса, вăрçса çӳресен, темĕн, начар пулĕ. || Как бы не... Толст. Анчах асту, ан шавла, ан ӳсĕр, темĕн хăратса ярăпăр тата (как бы не спугнуть), терĕ. || Как ни... N. Пристăв аллинче Окунĕв сăнне (фотогр. карточку) тытса тăрса, мĕн тухакан пĕри: Окунĕв мар-и, тесе тăрать. Анчах, темĕн аппалансан та, Окунĕва тытма пултараймаççĕ-халĕ. || В отрицат. предложениях — ничто. N. Ман шухăшпа пулсан, халăх ĕçе тĕрĕс тăвас тесен, çакăнтан ытла темĕн те тума кирлĕ мар. || В чувашизмах. N. Вăрлăхĕ вăл илсе акма темĕн хаклă япала мар (не бог весть какая дорогая вещь). N. Унтан вара вăл каланă: темĕн тесен те (как бы то ни было, а...), пирĕн çĕр çаврака. Букв. 1904. Ача ăсĕ çав: темĕн йĕмелли пур вара çав чĕпĕшĕн (не стоило бы и плакать из-за этого цыпленка)! N. Йĕрин! темĕн вилмĕ халĕ, йĕрĕ-йĕрĕ те, чарăнĕ. Пусть плачет! Не больно умрет (т. е. ведь не умрет же); поплачет, поплачет, да и перестанет. N. Темĕн кунĕпех ĕçлемĕн-халĕ. Ведь не будешь же целый день работать.

темĕскер-те-пĕр

всякая всячина. См. тем-те-пĕр, темĕн-те-пĕр. N. Çак вăхăтра писме çине темĕскер-те-пĕр çырса тултарнă.

темскер

неизвестно что. См. темĕнскер, темĕскер. Хăр. Паль. З2. Пĕлĕт çинче темскер, пысăк çаврака япала кусса пынăн туйăнать. N. Анне, уçă мар, темскер полчĕ. || Что-то. Тораево. Такмакра темскер тутлăскер пулĕ, тесе... Предполагая, что в сумке есть что-нибудь сладкое. Орау. Пуç çине темскер ӳкнĕ пек туйăнчĕ. Как будто (или: показалось, что) что-то упало мне на голову. КС. Темскер чĕлхи вĕрсе ĕнесене ĕçтерсе хăварчĕ. (Знахарь) произнес какое то заклинание, напоил коров и ушел. Регули. 774. Исе кайри тен темскер, эп корман. Я не видал, унес ли он что-нибудь („что-то“). Ib. 779. Эп она пӳрте кĕнине кортăм; тен темскер исе кайрĕ полĕ, эп она корман. Я видел, как он вошел в избу; может быть, он что-нибудь унес, но я этого не видал. || Хăр. Паль. 34. Мĕнле çав тери алтать-ха аслати темскер. || Должно быть (предположение). Ставится при приблизительном обозначении количества, как русское этак. Орау. Пĕр сакăр çула çитсен темскер (когда мне исполнилось лет этак восемь), атте мана пасара илсе кайрĕ. || В чувашизмах. Ст. Яха-к. Вăл ăстарик çак кĕлĕре темскер каламаннине хăвармасть (чего-чего только не наговорит), анчах эпĕ ăна пурне те тĕпĕ-йĕрĕпех пĕлсе çитерейместĕп (т. е. всего не помню).

тенкĕ

(тэҥ’гэ̆, т’эҥ’гэ̆), серебрянная монета (всякая, вообще). Н. Карм. † Аллă иккĕлĕх тенкĕ те яка тенкĕ, чулавалник илмеç (= илмест), мĕн тăвас? Кн. для чт. 82. Якăнат кайран сĕтел патне пырать те, сĕтел çинче пĕр пилĕк пус тенки выртнине курать. Изванк. Упăшки арăмне атă тăхăнтартнăшăн е пĕр, е ик тенкĕлĕх тенкĕ парат. Янш.-Норв. Тенкĕлĕх тенки, пултинник тенки. Пус. Чӳк туна чух малтан тĕнкĕлĕх тенкĕ пышшĕ (= пысăкăшĕ) пашалу пĕçереççĕ, тет. Янтик. Çак виç тенкĕллĕх хут укçана пĕрер тенкеллĕх тенкисем туса пар-ха (разменяй на серебрянные рубли). || Рубль, целковый. N. Миçе тенкĕпе лартмаллине кайран калаçăпăр. N. Çынсем анине З тенкĕпе вырчĕç, вăл пĕр чĕрĕк ытларахшăн 2 тенкĕ яхăн илчĕ. N. Мĕн пурĕ пилĕкçĕр тенкĕ те пилĕк тенкĕ пулчĕ (т. е. 505 р.). N. Пĕр тенкипе ачасене колач исе пар. С. Айб. Манăн пин тенкĕм укçам та çук. Кама 5. Эпĕ сана икĕ пăт та вăтăр кĕрепенке ыраш панă. Пăтне 4-шар тенкĕрен — вăл пулать 11 тенкĕ. Якейк. Анчах лайăхраххине илес тесен, пĕр вун тенкĕсем хушмалла пулĕ-ха (придется прибавить рублей десять). N. 500 тенкĕрен (по 500 р.). N. Çирĕм вĕллерен çирĕм пăт пылĕ пулать, саккăршар тенкĕрен çĕр утмăл тенкĕ, тата пилĕк йышĕ саккăршар тенкĕрен хĕрĕх тенкĕ. N. Уйăха миçе тенкĕпе пурнатăн (получаешь)? Кадыш. Вĕсем вуншар тенкĕрен (по 10 р.) хĕрĕх тенкĕ тăраççĕ. N. Тенкĕ çурă, полутора рубля. || Серебряный рубль. Хурамал. Çĕлĕкĕ çине, çамки тĕлне тенкĕ çакаççĕ, пĕтĕм тенкĕ и çур тенкĕ (рублевики и полтинники).

тенкĕлĕх

тенкĕллĕх, достоинством в рубль(-лей). N. Вĕсем вуншар тенкĕлĕх çĕлĕксем илчĕç. Они купили десятирублевые шапки. Альш. Икĕ эрет çирĕмшер пуслăх кĕмĕл, варринче — çур тенкĕлĕх. Два ряда серебрянных двугривенных, а посередине полтинник. Янтик. Çак пĕр тенкеллĕхе (этот рубль, эту рублевку) пилĕкшер пуслăхсем туса пар-ха (разменяй на пятаки)! Кан. Хунавне икçĕр тенкĕлĕхрен кайра мар выльăхсем ватнă (потравили не меньше, как на двести рублей). Рук. календ. Прокоп. Пĕлтĕр хăяр кăна çĕр тенкĕлĕх сутрăмăр (одних только огурцов мы продали на сто рублей), тет. N. Виç тенкĕлĕх порçăн тоттăр. Трхбл. Иван пасартан тенкĕлĕх улма илсе килнĕ. Иван привез с базара на рубль яблоков. Арзад. 1908, 42. Сăсар тирĕсем укçипе вăл 7 тенкĕлĕх пăшалпа капкăн илнĕ.

тепĕр

подр. барабанному бою. Яргуньк. † Тепĕр, тепĕр, тепĕртек, тăхăр така пĕр пытяк. Вунçич çулхи хĕрне арăм туса килтĕмĕр. (Свад. п.). || То же, что тапăр, „топайте“ (так объяснил М. И. Ильин). Якейк. † Тепĕр, тепĕр сикĕр, хамăр ял, çак ял айне ан полăр, иттат ан полăр! || Подр. звукам топания многих ног. Ураскилт. Тепĕр-р-р, тепĕр-р-р, тепĕр-р-р сиктерсе пыраççĕ,

тепĕр

(тэбэ̆р), другой (второй), второй из двух; alter. Срв. урăх, другой, иной, alius. Б. Яныши. Çак пулă çисе ларнă çĕре тепĕр кашкăр чупса пычĕ, тет. N. Хай юмăçи тепĕр сĕтелпе тĕпел кукăрне ларнă. Йомзя села в угол за другой стол. Орау. Паян сучĕ пулмарĕ, тит, тепĕр сута хăварчĕç (отложили до другого заседания суда), тит. N. Тепĕр конче, на другой день. || Еще один, и еще один, praeterea unus. Орау. Кунсăр пуçне тепĕр каç анчах çыврап. Кроме этой ночи я переночую (здесь) еще только одну ночь. Яргуньк. Вара арăмĕ, Йăван çывăрсан, çак груша тата икĕ валяй дубинушкăпа тепĕр тутăр илчĕ те, хăйпе пĕрле варлă пурăннă ĕмпӳ ывйлĕ патне тарчĕ. Синерь. Пĕр шăшипе тепĕр сала-каяк икĕ пĕрчĕк сĕлĕ тупнă, тет. (Одна) мышь и (еще один) воробей нашли зернышко овса. Изванк. Тата лере чăх пусса çиме пĕр пĕчикрех хуран, тепĕр пуçламан пичке лартрĕç. N. Пĕр кĕпе, тепĕр йĕм, тепĕр носки, тата пилĕк листă хут. Шибач. Онта пычĕ тепĕр çӳçĕ. Туда еще пришел один портной (сначала приходил плотник). N. Вон тенкĕ панă полсан (она ему), тепĕр пилĕк тенкине (другую пятишницу) калах ыйтап (с него возьму назад?). N. Тата тепĕр часси (кроме того, часы) парса ятăм. Йӳç. такăнт. 15. Усал, яхăна та ямасть, ваттисемпе ятлаçас тесен! Çитĕнĕ акă тепĕр Вирĕс Лăриванĕ, каттăршнай... N. Тепĕр май çавăр. Коракыш. Пемесен (если не застрелишь меня), эпĕ сана пĕр çурăма, тепĕр курка сĕтĕме парăп, тесе каларĕ, тет (медведь). Альш. Ес-кӳллĕн тăрăшшĕ сахалтан пĕр çухрăм пур-тăр, урлăшĕ тата тепĕр çур çухрăма яхăн пуртăр. С. Айб. Тата тепĕр çĕр пар-ха. Еще сто рублей дай-ка (точнее: еще одну сотню). N. Унăн пĕр аллине касса татнă, тепĕр çур çăкăр парса хăварнă (брат). Эпир çур. çĕршыв 19. Киремет тĕми айĕнче çăл куçĕ, тата пĕчикçĕ кӳлĕ пур. Инçе мар тепĕр кӳлĕ лакăмĕ пур. НАК. Унпала пĕрле мăн-кĕрӳ арăмĕпе ларать кĕçĕн кĕрӳ, тата тепĕр шăппăрăç ларать. || Иной. N. Рикшиусем хăш чухне талăкра хĕрĕхшер-аллăшар çухрăм чунаççĕ, чупасса тепĕр лашаран та хытăрах чупаççĕ (шибче другой лошади, т. е. быстрее иной лошади). Ачач 100. Куракансем те пулнă. Пĕччен кăна çӳремест, тет. Тепĕр юлташĕпе, тет. Кан. Тепĕр сăмахпа каласан (иначе говоря): çемьере тăватă ятак пулсан, вăл киле пĕр кил вырăнне памалла. ТХКА 8. Тепĕр çĕрте чăвашсем çĕр çынтан сакăрвун çын траххомпа чирлени пулнă. N. Тепĕр пуян патне кайсан та, кун пеккине тупас çук. || Еще. Ст. Яха-к. Маçилке карчăк вара: тепĕр ик-виç кунтан (еще дня через три) килĕп, тесе янă (сказала пришедшей к ней женщине). N. Тепĕр ик уйăхран, еще месяца через два. N. Тепĕр икĕ эрнерен (недели через две) пыма хушрĕ. Шарбаш. Тепĕр пăластăк (= пĕр ластăк, немножко) тăрсассăн, постояв (побыв) еще немного. Шугур. Ц. Килте тепĕр çула яхăн (еще с год) пурăнсан, аннепе пĕр арман хуçи патне пурăнма карăм. N. Тепĕр кон чол порăнсассăн, прожив еще столько же. N. Тата тепĕр олтă çохрăм. Еще шесть верст. Кан. Унта чăваш тăватă кил. Тепĕр икĕ чăваш килĕ вăрмана, кăк çĕрĕ çине лараççĕ (еще два двора чуваш селятся в лесу, на росчисти, на чищобе). N. Атте çук, анне 55 çулта, тепĕр аппа куçсăр, эпĕ 15 çулта. || При перечислении может значить: первый, второй, третий и т. д. || В другой раз. Сред. Юм. Тепĕр килсен (в Курм. тепре килсен), при втором приходе. Никит. Тепĕр пынă çĕре тухатмăш карчăк каллах ал ĕçĕ (алĕç) тытса ларать. Когда он пришел во второй раз, колдунья опять сидела за рукодельем. || При обозначениях времени иногда указывает на повторенне, наступление в будущем той самой поры или того момента когда говорящий произносит свои слова. КАЯ. Тепĕр çак кунччен (до сегодняшнего дня следующего года) мана тьыха парсан, каçарăп. (Слова киремети). N. Тепĕр çак вăхăтчен. Собр. Тепĕр çав вăхăтчен. || При обозначении приблизительного счета соответствует русскому еще приблизительно. N. Тепĕр иккĕ-виççĕ, еще два или три. N. Тепĕр ик уйăхран, еще месяца через два (т. е. приблиз. через 2 мес.). N. Тепĕр пилĕк уйăхран тата (татах) килĕп. Месяцев через пять я опять (еще опять) приеду. N. Прик кон шăнтса, тепĕр эрне пылчăк. || Следующий. КАЯ. Тепĕр кунче (= кунĕнче) аттесем кунĕпех ĕççĕрç (= ĕçрĕç). На другой день (postridie)... Изванк. Тепĕр кунчех, на другой же день. Б. Яныши. Тепĕр эрнере тунтикун пирĕн пата Сăранкассисем мана йĕп кăларма илме пурчĕ. N. Тепĕр кунĕн ирхине, чух шурăм-пуç (= çурăм-пуç) килнĕ чух, ирех çитрĕç Мускава. См еще прим. Оп. исслед. чув. синт. II, 66 (внизу).

тертлен

(тэртл’эн’), трудиться, маяться, стараться. Ст. Чек. Тертлен, работать, напрягая все силы; маяться. N. Эсĕ тăрăшса тертленсе тунă пурлăхна шăпа ярса уйăрмĕç-и-мĕн? Ст. Чек. Якур тертленет, тертленет çак аслăкĕ хыçĕнче, халĕ те туса пĕтереймен. N. Йăтса кайма инче пулнă; тертленсе пĕтнĕ те (замаялся), çĕклемне (ношу) çĕре хунă та, калать: вилĕм килинччĕ хăть! N. Йăтса каясси инче пулнă, тертленсе пĕтнĕ. Калашн. 4. Иван хăй çамрăк чухне тертленни те çитĕ. СТИК. Çамрăкла нумай тертленнĕ. Ib. Эй мăнтарăн çынни, тертленет-ĕçке (продолжительно, годами трудится, работает изо всех сил). N. Икĕ çĕр çул хушшинче аслă улпутсем аллинче тăрса сахалах тертленмен. N. Пульнитсă уçăлнăранпа темиçе çĕр чăваш куçпа тертленсе пурăннинчен хăтăлнă. N. Осем те пирĕн пекех тертленеççĕ: тăпра çине выртса çывраççĕ. Альш. Алли шыçат та, тахçанччен тертленсе çӳрет (долго маялся). Н. Седяк. Тертленес = асапланас. Юрк. Чăваш арăмĕ те ăна хирĕç: эсĕ ăнсăртран шыва кайса вилсен, санăн упăшку, çамрăкскер, тата çичĕ тапхăр та авланма пултарат; эпĕ шыва кайса вилсен, манăн упăшкам, хăне юрăххине тупаймасăр, авланмасăр тертленсе пурăнĕ, ăна шеллесе эпĕ малтан каçасшăн мар, тет кулса. || Стараться, домогаться. ГТТ. Чеереххисем авантараха кĕресшĕн тертленнĕ. Более пронырливые старались попасть на лучшие места.

тыла поç

тыл пуç, тыл пуçĕ, тыл пуççи, кочка в болоте. Юрк. † Çӳçĕ-пуçĕ тыла пуç (опред. предложение), çӳçне-пуçне пуçтараймас, хунчăкăшне юраймас. Собр. Çак çар халăхĕ тыла пуçĕ пулса тăрĕçинччĕ (пусть это войско обратится в кочки), тесе каларĕ, тет. Сорм-Вар. Вара хĕр каларĕ ăна: манăн атте тӳрĕ килнĕ çĕртре тыла пуçи нумай, çавăнпа час килеймес. Ёрдово. † Тыла пуçĕ усалĕ ыр çарана сая ячĕ (произн. саячĕ). Тюрл. Тыла пуçĕ, кочка. Зап. ВНО. Тыла пуççи, кочка на лугу. N. Хитре, çӳлĕ курăксем вырăнне... тыла пуççисем анчах лараççĕ. Сенчук. † Шăпчăк чĕппи ӳстертĕм тыла пуççи хушшинче. N. † Хухă çулçи тӳшек пек, тыла пуççи минтер пек. N. Çаран çинче тыла пуççи айĕнче путене йăви пулнă. || Назв. поля. Ураскилт. Тыла пуççинче выратпăр.

тымар

(тымор), корень. Орау. Вăл йăвăç тымаррисене пит аяла ярать. Это дерево пускает корни глубоко. N. Пысăк тымарне кăларса пăрахнă та, вĕттисем юлнă. Главный корень вырван, но остались его разветвления. N. Тымар ярса лар, пускать корни. Чист. Кайсан, тымар ярат. Если пойдет, то долго не возвращается. Сред. Юм. Тымар ярсах ларнă. (Гов. про человека, если он где-нибудь долго сидит, напр., у соседей). N. Çак ырă тымартан лайăх йывăç турачĕ шăтса тухнă. Трхбл. Скачут на ноге, когда в ухо наберется вода, и говорят: яш, яш, яш тымар, хăлха мар! || Корень (слова). N. „Тăнчă, тăнчăпа, тăнчах“ тенĕ сăмахсем вĕсем пĕр тымарах (одного корня). || Корень зуба. Ст. Ганьк. Шăл тымарĕ туртсан, ыратать. || Кровеносный сосуд. Юрк. Алă тымарĕ, юн тымарĕ. || Рenis. Магн. М. 233.

тырă

(тыры̆), хлеб в поле. N. Çĕр ĕçлесе тырă тума. Виçĕ пус. ЗЗ. Ун пек курăксем начарланнă çĕре çĕнетсе тырă аван пулакан тăваççĕ. N. Тырă сахал акаççĕ вăл енче. Тырăран (в отношении хлеба) аптăрасах каймаççĕ. Орау. Тырсам вырса пĕтерсен (после жнитва). Юрк. Тырăçем кăтăрса (отлично) пулнăччĕ. Тăв. 46. Вĕсен тыррисем те çук. N. Тырă татса пулмас. Не всегда бывает хороший урожай. N. Хăш чухне тырă татса пулмас. Якейк. Ĕлĕк тырă вырса Хорашаш праçнĕк (8 сентября) иртсен тин пĕтернĕ. Пĕр арăм Хорашаш праçнĕкĕнче çапла йорланă: „Виç ана тырра вырмашкăн, ача-пăчая хăвартăм, хамăр ĕçкĕре çӳретпĕр“. Он чохне çу та, кĕр те пит йĕпе полнă. Çăмăр нумай çунипа вырнă тырăсене кĕрконне шăн çинче торттарнă. Çораки тума Якори тĕлĕнче (2З апреля по ст. ст.) тохнă, çĕртме тума Петровски (29-го июня ст. ст.) тĕлĕнче тохнă, ыраш аки çине первайхи спас иртсен тохнă. Сборн. по мед. Ачалă арăмсем, мĕскĕнсем, тырă çинче (во время страды) ачисемпе нумай асап курса пĕтетчĕç. N. Тырă сутма иртет-и, иртмест-и? N. Петĕр тырă пĕтсен (по окончании страды) кайрĕ. N. Тырăсам лайăх пулчĕç. N. Тата тырă хамăрăн çĕнĕ тыр(р)а çитри çиме? Хватило ли у нас до нового хлеба? N. Тырă вырма пĕр тенкĕ полчĕ (жиитво стоило 1 рубль). N. Тырăсем мĕн хакра çӳреççĕ? Каковы цены на хлеб? N. Тырă акнă йолашки З8 пăт тохрĕ. После сева осталось З8 пулов. Изамб. Т. Тырă пĕрчилĕ улăм. Ib. Эпĕ хăранипе тырă тăрăх тартăм (убежал по хлебу, по загону). Ib. Тырă пит лайăх пулнă, тет. Ыраш пуссинче лашан пĕкки курăнми ыраш вăйлă пулнă, тет. Альш. Этемре Пукрава укçа нумай ĕнтĕ: тырă сутти укçи, хăяр сутти укçи. N. Çак ялсен кăçал тырă пĕрттех те çук (прямо совсем нет). N. Тырă патне çитрĕмĕр. Ере эрнерен кайса похах троппор (= пăхах тăратпăр). Чхĕйп. Каçхи сылăм ӳкмесен, тырă тĕшши выçă пулат. Юрк. „Тырă вырнă вăхăтра пулат: ывçă, кĕлте, тĕм, карта, çĕмел, сурат, майра-пуçĕ, йăран, ана, ака варри, утрат, пăрусна, ана палли, хăмăл“. || Хлебное зерно, жито. Вишн. 75. Тырра йĕпетсе ăшă çĕре хураççĕ те, вĕсене шӳтерсе шăттараççĕ; вара çавăнтан салат тăваççĕ. N. Ака тырри исе акаймарăм. Не сумел посеять яровых хлебов. N. Тырă акма кайнă чух, çул çинче тырă пĕрчĕкĕ выртнине курсан, тырă аван пулать, теççĕ. Ib. Çула, уя тырă кăлармасăр, кил-хушши е урам шăлсан, теллей пулмаст, тырă пулмаст, тетчĕç. Ib. Уя тырă кăларнă чух çул çинче ырă мар çынна е кушака, йăтта курсан, телей мар, теççĕ (тĕшмĕш). N. Тырринчен улăмĕ хаклă. (Загадка: соты и мед). ЧС. Çынсем çуннă тырăсене пуçтарса сăвăраççĕ. Регули 108. Эп онтан ут илтĕм, тырăпа çӳресшĕн (чтобы возить хлеб). || Полевые работы (хлебопашество). Альш. Тырра вĕсем ялĕ-ялĕпе пĕрле ĕçленĕ.

тыт

(тыт), держать; брать в руки. Якейк. Порçăн тоттăр йăмăкăм, пуçа çыхса каям-ши, алла тытса каям-ши? Регули 101. Вăл тытса тăчĕ вăлсене ӳкесрен (вăл тытса тăчĕ: ан ӳктер, тесе). Он держал их, чтобы они не упали. N. Онта çулла хорлăхан çырли питĕ нумай полать. Çавна вĕремсĕр татса çисан, алли ним те тытими полать, тенĕ. Ст. Шаймурз. † Пилĕке тытса ташлама çут пиçиххи пусанччĕ! Шурăм-п. Йăван салтак пăтине сулахай аллипе хуран (тамăка хурантан тунă) çумне тытса сылтăм аллинчи мулатакĕпе вăй çитнĕ таран çапрĕ. Ала 93. Ашшĕ утса пырса çӳçĕнчен ярса тытнă та, çӳлелле йăтса тăратнă; хуллен, сак çине çӳçĕнчен тытнипех, уттарса кайса лартнă. N. Вăл ăна (вăрра) аллинчен çатăртаттарса тытнă та, çавăтса пырать. Кан. Татăка аллийĕнчех тытса выртнă. N. Вăкăра пĕри мăйракаран (за рога) пăявпа тытса тăрать. || Поймать, ловить. N. Сат хуçи ман юлташсене пурне те тыта-тыта ватнă. Юрк. Çавăнтан вара ку пуçлăх тытăнат кăсене эрехпе тытма: монахсем шыв ăсма кайсан, калле килелле килнине кĕтсе тăра пуçлат. Баран. 119. Вăрманта темиçе тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк пурăнать. Çынсем вĕсене тыта тăраççĕ. Альш. Мана Петĕр тытса ирĕксĕрлерĕ (изнасиловал). Регули 665. Эп тытнă полла исе карĕç. Ib. 440. Çӳресен, кайăкне тытинччĕ. Ib. 441. Кайăкне тытинччĕ; кайăкне полсан тата ярăтăмччĕ. Ib. 437. Эп тытăпин, мĕн тăвас санăн. Ib. Вăл кайсан кайăкне тытсанччĕ. Ib. З28. Вăл ялан онта тытакан. Ib. З27. Вăл онта пол тытакан. Ib. 237. Вăл она тытни лайăхчĕ. Ib. 230. Пол тытса килет. Пол тытса килчĕ. Ст. Шаймурз. † Курайман та çынсем питĕ нумай, тытсах çыхаймĕç-ха хĕрпеле. Ала 60. † Картишĕнче, аттеçĕм, сакăр сар ут, пĕрне ан тыт, атте те, пурне те тыт. ТХКА 49. Ытла тĕттĕм те, çапах кайса тытмалла пуль лашасене, терĕ атте. Ib. Атьăр, эппин, каяр. Шыраса тупар, тытса килес лашасене. Ib. 86. Шураç ачисем кĕтӳрен лашасем пыра-пыра тытаççĕ. || Хватать. Изамб. Т. Ачасем алăран алла тытнисем юпа пулнисен алли витĕр тухаççĕ. Тораево. Вĕсем кайран парнине пурте пырса тытнă. Альш. Авал салтака тытса (силою) панă. Ст. Чек. Аллăма ярса тытмарăм (не сделал, не было желанья, праздно?). Ib. Мана, тарçа тытнă пек: навуса тăк-ха, тет. Аллăма ярса тытмарăм. Орау. Темскер хăямач çине ларнă та, пырать... Теме те тытса кӳлĕç, тăрсан-тăрсан! Регули 700. Тытмала маррине кăтартрăм. Ib. Тытакан мар çынне кăтартрăм. || Переносно — держать (в руках). ЧП. Эпир илес хĕрсене ашшĕ-амăшĕ хытă тыттăр. || Удерживать. Кан. Сулăнса кайса ӳкме тăрсан, ăна тепĕр хăнана пынă çын ӳкесрен тытнă та... || Удержать (деньги). N. Çĕмĕрнĕ алтăршăн çитмĕл пус (20 к.) тытса юлтăм (или: тытрăм, или: катса юлтăм). Кан. Учрежденин кооператива памалли парăма тытса юлмала. || Производить расход, тратить деньги. Урож. год. Халех пин тенкĕ тытать. || Держать (в чем, что). Янтик. Урана ăшăра тытас пулать. О сохр. здор. Тир тумтир çынна пит ăшă тытать. Регули 691. Тытмалли утне кăтартрăм. || Держаться (за кого, за что), хвататься (за что). Орау. Ан юл, тыт ман аркăран. Кан. Йăвăç татăкĕнчен тытса, хумсем тăрăх 24 сехет хушши çӳрерĕм (плавала). Яндобы. Иван тус, хам çине утланса лар, хытă тыт, тесе калать, тет, кашкăрри. ТХКА 50. Атте малтан пырать, Пуртăсем пирĕн сылтăм алра. Сулахай алпа аттене эпĕ сăхман аркинчен тытса пыратăп. Шăллăм та мана çапла тытнă. N. Эсĕ манран (за меня) тыт (держись), эпĕ унтан тытăп. N. Эсĕ мĕшĕн сăмсăна тытса тăран? Юн каять. N. Килти шухăша тытсан, пĕтерес укçуна та пĕтерес килес çук. N. Манран тытатни? Камран тытан? За меня будешь держаться? За кого будешь держаться? (в собств. см.). N. Тытмаллине тытса пар малтанах. || Застигать, заставать на месте преступления. N. Вăрăпа тытнă. N. Çĕнĕ кутăрта кама эрехпе тытнă? Орау. Хĕрӳ çумăнче тыттăрним мана? Арăмупа тыттăрним мана? Ib. Эсĕ апла калама хĕрпе тыттăрним (= тытрăн-им) мана?... Ib. Эп сана, куçу шăтса юхтăр, парам ак, тытсан. Я тебе дам: пусть лопнут глаза, если поймаю. Регули 725. Эп онта кайсан, мана тытĕç. || Держать (экзамен). Курм. Ваçли! Кай Хусана иксамĕн (-н’) тытма. Ib. Е иксамĕн тытимасан (= тытаймасан), мĕн питпе киле каяс? || Городить. Кан. Шкул пахча картине 42 чалăш çĕтрен тытмалла. Юрк. Хапхипе хӳмисене те тытса çаврăнат (загораживает). N. Якур ав чее, вăл хай пайне карта тытса хучĕ. Чим-халĕ, акă эпĕ те тепĕр çул хам пая тытса хурам, теççĕ хăшĕ. Собр. † Çак ялăн укăлчине тытайăттăм шур хĕлĕхпе, уçăшăн мар, илемшĕн. Изамб. Т. Капан йĕри-тавра вĕрлĕк тытнă. Альш. Елшелĕн ун пек халăхран ыйтмасăр пыра-пыра тытнă пахчасем ăçта пăхнă унтах пур. Ib. Хăяр пахчисем нумайĕшĕ çереме туха-туха тытаççĕ те, çавăнта пахчи-пахчипе акса сыхлаççĕ. || Поражать болезнью (о покойниках). Им приносят жертву, состоящую в бросании кусков калача, меда и пр., напр., при возвращении с базара. При этом говорят: „умăнта пултăр!“ То же свойство приписывается и другим предметам. Ст. Чек. и др. Юрк. Вилнĕ çынна çимĕç таврашĕ е ĕçкĕ таврашĕ хывмасан, çав вилнĕ çын тытат пулат. НТЧ. Киремете пуççапаканнисем пĕри чирлесенех: ах! анчах кăçти киремет тытрĕ-ши куна? юмăçа кайса пăхасчĕ, теççĕ. N. Час-часах вилнĕ çын ялти çынсене кама та пулин тытса чирлеттерет. Ала 2. Апла пулсан та вилĕ тытать, вăл тытминччĕ (хорошо, если бы...), теççĕ. Магн. М. 104. Вилнĕ çын тытни. НЭ 118. Мунча вучĕ тытнă. Болезнь причинил банный огонь. Ст. Яха-к. Çук çав, кирик хăш çын та киремет тытмасăр чирлемеçт; тăвассине ăна çинченех тытса туса пăрахас пулат, юмăç мĕн тума хушнине, тесе калаççĕ вара хăйсем. Коракыш. Ати-апай, ан тытах! Çырлах! Килсе, икерчĕ, сăра çийăр-ĕçĕр. (Ваттисене хывнă чухне калаççĕ). Шинар-п. Халĕ те хăш-хăш çын е ӳслĕкпе пулсан: çав çăл тытрĕ, тесе, çăкăр татăксем кайса пăрахаççĕ, вара вĕсен ӳслĕк чарăнать пулать. Могонин. Киремет çывхăнчен пĕр йăвăç кассан, киремет çиленсе çынна тытать те, çимали-ĕçмели парсан, çураçать, теççĕ. || Покрывать (об инее). Çутт. 77. Хĕлле вара вăл шăтăксене шап-шур пас тытса лартать. || Воспитывать, ростить. N. † Ай, инкеçĕм, Алти инке! Эсĕ тытнă ывăл-хĕре эпĕ те тытса пăхам-и? (Хĕр йĕрри). N. Ăна лайăх тыт. || Воспринимать (ребенка, о повитухе, о восприемниках). ГТТ. Эпĕ унăн ачисене тытнă. Я крестный его детям. Якейк. † Ах, кортăм, хĕр кортăм, тăла варрипа тытнăскер,— ĕмĕр иртнĕн туйăнчĕ. N. Çак хăвăр тытнă ачана хăвăрăн тăван ачăра юратнă пек юратăр. || Приниматься (за дело). Ир. Сывл. З4. Тытаччен çех ĕç йывăр. Альш. Алă ĕçĕ тытат: пĕрне кĕпе çĕлет, пĕрне йĕм çĕлет; пĕринне саплат, тепринне аслатат. Якейк. † Инки сакки — шор сакки, шор шопăрсăр тытмарăм, итту инкия йоримарăм (даже, чтобы лавку мыть, надевала „шопăр“). || Пользоваться, употреблять. Нижар. † Хусан витри — шур витре, эп тытмассăн, кам тытĕ? Çав ял ачи — сар ача, эп каймассăн, кам кайтăр? N. Ку чашкăпа чĕресе вара урăх çĕре тытмаççĕ. Вĕсене ăрасна çĕрте тытаççĕ. || Задержать. Пазух. Ах хăтаçăм, хуçаçăм, виçĕ тавлăк тытакан, çичĕ тавлăк вăл тытрĕ. Истор. Эсĕ пирĕн патăртан кай ĕнтĕ, сана тек (больше) тытмастпăр, тенĕ. N. Шап çурта пек пĕвĕме ӳстертĕм, тем атте-анне тытас пек. N. Эсĕ манăн мĕн çамрăкранпах тытакан ĕмĕтĕм. || Содержать. СТИК. Кил-çурта тирпелесе, тирпей тытса тăракан хĕрарăм мар; ял тăрăх, кӳршĕ-арша яньккат. Ib. Тирпей тытса тăрас, быть распорядительным в доме по чистке и уборке. || Точить. Альш. Тимĕрçĕ пуртă, çĕçĕ тытнăшăн (= хăйранăшăн), кĕтӳçĕ „сăвапшăн“ (= ахальтен). КС. Тимĕрç лаççине кайса, пурт тытас-ха (наточить на вертящемся точиле). || Застрелить. N. Тепĕр çул кайăкçă çак мулкача тытнă (застрелил). || Прикладывать, приставлять. О сохр. здор. Сивĕ шывпа йĕпетнĕ туттăра тытсан та, вăл (укус ужа), тӳрленет. Ала 91. Икĕ аллине тути патне тытатьчĕ те, пуçне кăшт çĕрелле чнксе пĕр шарламасăр, пĕр хусканмасăр ларатьчĕ. N. Пӳрнине сăмси çумне тытнă. || Ст. Шаймурз. Çын панче кăвакал çисен, хурăвăн çуначĕнчен тытсах хур. (Послов.). || Загнать чужую скотину (напр., застав ее на озимях). Орау. См. вĕчче. || Направлять. N. Хăв ăсна хăв тыт, ман пек ан пул. || Насытить. О сохр. здор. Хăш-хăш хĕрарăмсем, яшка тутлă, тутă тытакан пултăр тесе, аша юри вăрах вĕретеççĕ. Виçĕ пус. 4. Тырă пĕрчипе хăярăн тути пĕр пек маррине, тата вĕсем пĕр пек тутă тытмаççĕ иккенне пурте пĕлеççĕ. || Кан. Инке çатма аврипе хăмсарнине хирĕç тытать. || Класть. Синерь. Марья хăранипе аллине пуç çине тытнă чух çав хĕçе тиврĕ, тет те, пурни татăлса кăрават айне кĕрсе карĕ, тет. || Обходиться, обращаться. Тайба-Т. † Йыснаçăмах çавă пур, тыта пĕлсен — ĕмĕрлĕх, тыта пĕлмесен — виç кунлăх. Ib. Илсе тытса пăхтăр-ха. Стюх. † Йыснаçăмах Иван! Тыта пĕлсен — ĕмĕрлĕх, тыта пĕлмесен — виç куна. || Брать в руки, употреблять (напр. книгу), заниматься. Юрк. Çырăва (чтение и письмо) тытас тесен те, пушă марччĕ, ялан ĕçпеле пулаттăм. В. Олг. Алă ĕç тытман эп нимĕскер те. Я не занимаюсь рукодельем. ТХКА 75. Йыснапа улмаш хам та суха-пуçĕ тытрăм. Халиччен суха-пуçĕ тытманччĕ эпĕ.— Вунулт çула çит-ха, вара сана суха-пуçĕ тыттаратăп, тетчĕ атте. Изамб. Т. Вуниккĕре чухнех суха-пуç тытнă. Вунтăваттăра авлантарнă. N. Парнисене пăхаççĕ, тет, пирри-аврисене пăхаççĕ, тет, пурте тĕлĕнеççĕ, тет, хĕрсен пирри авринчен, тытни-тунинчен N. Санюк кĕнекине питех тытмас (не очень-то берет в руки). Орау. Ман кĕнекене кам тытнă? Кто брал мою книгу? (напр., если на ней остались следы). В. С. Разум. КЧП. Ку япала алла тытмалла марскер пулнă. Этого предмета, оказывается, не следовало брать в руки. N. Тытса пĕр. || Браться. Никит. Тепĕр пынă çĕре тухатмăш карчăк каллах ал ĕçĕ тытса ларать. N. Тытнă ĕçе тăвас килмест. Торп-к. † Çакă ялăн ачисем ир тăраç те, чĕлĕм тытаç, çавăнпа хĕрсем юратмаç. Ала 92°. Вăсен кĕписене никам та тытса çăвакан пулман, вăл хăех пĕр вунпилĕк çула çитеччен пичĕшийĕн кĕпине, тата хăйĕн кĕпине никама та çутарман. СТИК. Вăл тытнă-тунă-пăрахнă. || Править, управлять. N. † Чул-хулана тытмашкăн, мĕн авалтан пухнă мул кирлĕ. N. Вăл икĕ лапка тытнă. N. Семен ватăла пуçласан, хăш чухне ывăлĕ Иван (сын его Иван) ашшĕ лапкине те тытнă. N. Тыт (ашшĕ-амăш çуртне). || Хранить, беречь. N. Укçана лайăх тыт. N. Çын çинчен сăмах ан вылят, ху ăшунта тыт. || Тратить, расходовать. N. 15 тенкине çурта тыт (на дом? на хозяйство?). || Издерживать. N. Если панă пулсан (пособие), пӳртрех тытăп. || Поддерживать. Орау. Илем тытса, тĕс кӳртсе, хитрелетсе мухтанать. || Править (напр., лошадью). Янорс. Атте мана: тыт лашуна, манран ан юл, терĕ. Ст. Чек. Ялан амăш хыççăн кăна çӳренĕ, лаша тытса курман-ха. СТИК. Лашăна тыт, держи лошадь в сторону. Сред. Юм. Юрк. † Атăл урлă эпĕ каçрăм сулăпа, суллăн пуçне тытрăм хулăпа. || Держать путь. Собр. Анчах лаша тӳрĕ тытса пырать-пырать те, çавăрнкаласа пăхать, вăл: пирĕн хуçа лайăх ларса пырать-ши, тесе, пăхать. || Иметь в наличии (о деньгах). N. Ĕмĕрте окçа тытса корманнисем халĕ виççĕр тенкĕрен кая тытмаççĕ. N. Халех перекетре пин тенкĕ тытать. Регули 647. Он пак окçа номай тытакан лайăх порнма полтарать. || Уличать? N. Эпĕ вăсене пĕрерĕн тытап. N. Аппаратне (самог. аппарат) мĕншĕн тытмастăр? || Подавать (руку). Сĕт-к. Пĕчĕкиççĕ кинĕм пор, килен-каян ал тытат. (Алăк хăлăп). || Нанимать. Изамб. Т. Ул çул кĕлтене тытса кӳртертĕм. Конст. чăв. Кукка тинĕс хĕр(р)инчех пароход çине çитечченех кимĕ тытрĕ. К.-Кушки. Эпĕ вунтăватта тытрăм. Я нанял за 14 р. Чăвашсем 27. Вара çынна (умершего) çума тытăнаççĕ, ăна хăшĕ хăй çемйипех çăват, хăшĕ тытса çутараççĕ. Чăв. й. пур. 26. Сухине тытса сухалаттарать. N. Укçа парса тытма сан укçа çитмĕ. Орау. Пĕр-ик-виç ача тытсан, туххăмах леçсе парĕç (отнесут). || Принимать (в картах). Сред. Юм. || Пришивать, нашивать, оторачивать. Сред. Юм. Кĕпе аркине шараç тытрăм. К подолу рубашки я пришила тесьму. В. Олг. Сăхмана пир тытас (положить подкладку). Собр. † Хранцус кĕпене кам юратмĕ, аркисене лайăх тытсассăн. Н. Тим. † Шур тăваткăл кĕççе кĕтессине пурçăнпала тытса çавăрнă. Ходите во свете. Нихăш халăх тытман йӳнĕ тĕрĕсем. Альш. † Сирĕн çире камсулсем пит килĕшет, те аркине тикĕс те тытнăран. N. Çухана вара темĕн-темĕн, тутар хĕрĕсеннĕ пек, хутлă-хутлă тытса пĕтернĕ: унта хĕрлĕ, кăвак, сарă, симĕс. Аркине каллах ик-виç хутлă тутарла илемлетсе тытнă. Н. Якушк. † Хăранцуски кĕпи сирĕн пулĕ, тытас арки çанни пирĕн пулĕ. ЧП. Аркине пархат тытнă. ЧП. Эпир йĕтĕн кĕпи тăхăнас çук, хул айне хăмачă тытас çук, аркине харанцуски тытас çук. || Бить (о лихорадке). N. Ах, ачана сив чир тытать, эрĕм шывĕ ĕçтерес. [Шу тытнă ăна, ахаль полас çок. Хора тăван киремеч тытнă полĕ]. || Вести (войну). N. Тата ăна вăрçă тытма, вĕсене çĕнтерме панăччĕ. || Рвать. Б. Хирлепы. † Пирĕн патра юманлăх, тăрăнчен йĕкел тататпăр, кутĕнчен тукăн аватпăр. || В чувашизмах. N. Хăна ху çӳле ан тыт (не зазнавайся). Досаево. Тепĕр кĕркунне вĕренме каяс тесе, эпĕ те шут тытрăм (надумал?). N. Паянхи кун çиме пулмасан, епле вара пĕтĕм çулталăкшăн терт тытăп? N. Хан, çавна илтсен, Александр çине тытса çурас пек çиленсе çитнĕ (обозлился как зверь; был готов его разорвать). N. Мĕн тытас-тăвас пулсан та (при всяком предприятии), ху ĕçлессӳ çинчен аса ил. N. Ах, мĕн тăвас, мĕн тытас! Янтик. † Турта тулли турă утна епле тытса кӳлĕн-ши.

тытăн

(тыды̆н), держаться. N. Эсĕ манран тытăн (держись за меня). || Ловиться. Регули 723. Пол тытăнмаçть. || Попасться. Регули 726. Эп онта тытăнсан, эсĕр мана çăлса кăларас çок. Собр. Вăрăпа пĕрле тытăнсан, хăтăлăп тесе ан ĕмĕтлен, теççĕ. (Послов.). N. Пĕччен вăрланă вăр часах тытăнмаç. || Быть арестованным, схваченным. N. † Катари хулара тытăнтăм, вуникĕ çĕр укçала хăтăлтăм. || Задерживаться. Тытăнса тăтăрччĕ çав вырăнтах. N. Темиçе рас та вăрнас çĕртен тытăнса юлтăм ĕçпе. N. Эс тытăнса тăрсан, пушта ĕлкĕрейместĕн. Если задержишься, то опоздаешь на почту. N. Тытăнса ан тăр. Не медли. || Запинаться (при чтении или разговоре). N. Пĕр тытăнмасăр тĕрĕс вулама, вуланине тĕрĕс каласа кăтартма вĕрентнĕ. || Собраться. N. Киле кайма тытăнчĕ. Собрался домой. N. Эпĕ, эсĕ Хусана тухса каяччен, пĕр кун малтан сан патна пыма тытăнтăм, йăлт хатĕрлентĕм. Альш. Унтан ашшĕ пуçне касма тытăнат, çапах памас. N. Мана вырăнтан кăларма тытăнчĕç (хотели). Изамб. Т. Вут илме тытăнсан, укçи те çук, вутти те пит хаклă. N. Кĕркунне ачасене вĕренме кайма çырнă вăхăтра, эпĕ те кайма тытăнтăм. N. Вăл вуттине тиянă та, килне таврăнма тытăннă. N. Унтан вара эпир киле тавăрăнма тытăнтăмăр. Орау. Пĕрре пирĕн аттесем Шăмата пасара кайма тытăннă. Чăв. й. пур. 20. Вăлсем пĕлнĕ вăл епле çын иккеннине, ăна вара вĕлермех тытăннă. || Вздумать, задумать. Юрк. Килте ĕçлекен çынсем сахаллана пуçласан, тытăнаççĕ кĕçĕн ывăлне, Хĕветкине... авлантарма. || Пробовать, пытаться. Янтик. Вăйĕ сахал çав унăн. Ура çине тăраймас вăл, паян та темиçе хут тытăнчĕ ура çине тăма, анчах çавăнтах персе анатьчĕ вăй çук пирки. || Решаться на..., браться за... Юрк. Чипер пуян çынсенĕн хĕр-ачисене вăрлама тытăнаççĕ. || Приниматься (за дело и т. п.). Н. Шинкусы. Юмăçĕ каларĕ: вăл тавраша пĕлессе пĕлетĕп те эпĕ, анчах манăн халĕ унпалан тытăнса тăрасах килмест, терĕ (т. е. не хочет „пăсташ тасатма“). || Начинать. N. Паянтан тин ĕçлеме тытăнтăм. Ала . Вĕсем патне каçхане кайса ларсан, е хăйсем школа пырсан, вĕсене вĕрентме пуçлатăп. Вĕсем лайăхах тутарла калаçма тытăнаççĕ. Ib. 54. Яла çитсе кĕрсен (когда мы въехали), эпĕ анса кайма тытăнтăм (с телеги). N. Савăт ĕçлеме тытăнчĕ. Изамб. Т. Кĕлте кӳме тытăнни-ха эсир? Юрк. Тытăнаççĕ калаçма. Ib. Виç-тăват кунтан хайхи вилме те тытăнат. Орау. Акă сана калăплă çăпатапа ăшалантарма тытăнсан, ачана çаптарăп! — Ма çыртать тата?.., Ст. Чек. Шăлаварĕ, пĕр çĕтĕлме тытăнин, лăй-лай каят вара. || Начинаться, возникать, oriri? Колыб. п. 6. Çак çĕршыв тытăнса ларнă вăхăтранпала çакăн пек усал ылханлă тавлашу (война) пулман. || Пуститься в рост. Сĕт-к. Хăяр тытăна пуçларĕ. В. Олг. Тытăннă хăяр, пупленок. N. Нӳрлĕ çĕрте хурлăхан та часрах тытăнать. || Собираться наверху (о сметане на молоке). В. Олг. || Закрепиться. Тогач. Малтан кайса пăхсан, шăммисем пĕр-пĕринчен кăть тытăннă. Иккĕмĕш хут кайса пăхсан, пĕтĕмпех тытăнса ларнă, тит. Виççĕмĕш хут кайса пăхсан, пĕр пĕчĕк кайăк пăрт! турĕ, тит те, вĕçсе тухса карĕ, тит. || Появляться. Актай. Пас тытăнни. || Быть в употреблении. Кубово. † Çĕнĕрен илнĕ чĕн йĕвен, пар пичее, тытăнтăр. || Заикаться. Пшкрт. Тытăнса солят. Заикается. || Крепиться, держаться. Толст. Вăл (он) пĕтесшĕн мар пулса, пĕтĕм вăйĕпе тытăнса ларать. || Быть перехвачену (о голосе). К.-Кушки. Ман сасă тытăнчĕ. Пыр халь те тӳрленеймен-ха. Я охрип. Горло все еще не поправилось. N. Ĕслĕкпе (от кашля) сас тытăнса ларчĕ. СТИК. Шăнсан (если простудишься), сасă тытăнат, ӳслĕке ерет çын (у него появляется кашель). Сборн. по мед. Йĕре-йĕре сассисем тытăнаççĕ (у младенцев).

тытăнтар

понуд. ф. от гл. тытăн. См. уйран. Чума. Пуç çавăрăнса хăсма тытăнтарать. ЧС. Тепĕр çулхине вирĕме старастасем хăйсем тытăнтарчĕç (заставили совершить обряд вирĕм). N. Чĕнпе тытăнтарнă икĕ патак (две палки, соединенных ремнем). || Укрепить, скрепить. Якейк. Арчая (сундук) катăлса тохасран кĕтессисене тимĕрпе тытăнтарнă (обили). Якейк. Кĕпер тунă чох ик пăрăса лайăхах сыпиман полсан, çак ик пăрăса кĕпер тăвакансам кĕт анчах тытăнтарнă, кĕпер çине кĕме хăрамала.

тыткала

учащ. ф. от гл. тыт. Якейк. Торатсенчен тыткаласа (хватаясь за сучья), йăвăç тăрне хăпарса карĕ. Кан. Карта тăрăх тыткаласа килелле уттартăм. Я пошел домой, хватаясь за изгородь. || Держать в руках, брать в руки. Аттик. ЧС. Çак чиртен кайран тетен сулахай алли типе пуçларĕ, пĕр япала та тыткалаймасчĕ ĕнтĕ. || В уничиж. см. кое-какой ловле). В. Олг. Полă паян тыткаларăн-и? Ты сегодня наловил рыбёшки? || Щупать. N. Кĕтернене çул та памаçть, курсанах ăна унтан та кунтан тыткалама тытăнать. || Употреблять (что). ПУ. Вĕреннĕ чухне тыткалакан япаласем. N. Пирĕн пулли-качки... эпĕр час-часах тыткаламастпăр та ăна (не в частом употреблении). N. Тирĕсене (их шкуры) тумтир вырăнне тыткаланă. Çутт. 30. Асту ачусемпе пĕр пит-шăлли ан тыткала, уйрăм шăл. Вино-яд. Ачасем те эрех тыткалама ан вĕренччĕр. || Тратить, расходовать. Аттик. Исе килеç ялтан вăйăç, эрех-сăрана витри-витрипе тыткала пуçлаççĕ. (Пумелке). N. Ытти хăна (тебе самому) юлтăр тыткалама (на расход). N. Хама тыткаламалăх алра укçа пĕр 7 тенкĕ пур. N. Утă-улăмсене перекетлĕрех тыткала. Çутт. 54. Тыткаламалăх укçа пур. Виçĕ пайран пĕр пайне çеç тыткалама шут турăмăр. || Распоряжаться. N. Сан килĕнти тарçă-тĕрçĕне хăй аллипе тыткалать. Истор. Шуйскийсем ун сăмахне итлеме мар; ăна хăйне те ирĕк паман, кăмăлĕсене епле килнĕ, çапла тыткаланă. || Править (лошадьми). НАК. Хĕр ялне пырса кĕнĕ чух, ут тыткалакансенчен пуçне пурте кӳме умне тухса тăраççĕ. Богдашк. † Çил çунатлă ута тыткалама кайăк чĕрелĕ ача кирлĕ ăна. Торп-к. Эсĕ ытла çамрăк, лаша тыткаламалăх çук. || Держать (в строгости или наоборот). N. Намăса пĕлмен ачуна эсĕ хытă хуралла, çемçе тыткаланă тĕле пулса усала ан тытăнтăр вăл. Кан. Пăртак тыткаласчĕ ку Керлие. Букв. 1906. Чим-ха, эпĕ сана, асаннӳне каласа парам, вăл сана лайăх тыткалаканччĕ-ха. Кратк. расск. З0. Вĕрентекен те хытă тыткаланă ăна, ашшĕпе-амăшĕ те ятланă. ЧС. Ваттисем ун пеккине: вилĕн (чит. вилнĕ) çын хăй аллипе тыткалат, теççĕ (т. е. покойники сами хватают тех, кто их оскорбил. Из статьи об утопленниках). || Делать (что). В. Олг. Ĕçленĕ чох часрах, вăр-вар çарăнкалас, тыткалас (делать дело). || Иметь дело (с чем). Юрк. † Ылттăн тăрăлă çуртсем ăшĕнче улпутпала тиек лараççĕ, ялăн шурă хутсем тыткалаççĕ. Собр. Çав укçа кайран урăх çынна тыткалама юрамаçтĕ, тет. ЧП. Ылттăн-кĕмĕл лайăх тыткалама. || Обращаться. Чхĕйп. Вара вилнĕ çын ӳтне шăтăка янă, унта та уна пытаракансам хăраса анчах тыткаланă. В. Олг. Кантăр ытла вăрăм, тыткалама шолтра.

тыткăнлăх

пленение. N. Çак ху пултарнă çыннуна та эсĕ тăшман тыткăнлăхĕнчен хăтар.

тытса тăр

стоять и держать. N. Пĕри лашана тытса тăчĕ, тепĕри лавĕсенĕ пăхса илчĕ. || Задерживать. N. Эсĕ çак пиçмона (= çырăва) алла илсен, пĕр кун та тытса ан тăр, часрах çырса яр. N. Нумай тытса тăтăм. Çиленмесен юрать, тесе калать, те. Я долго продержал (книгу); скажи ему, что я прошу у него извинения. Скотолеч. 35. Тата хĕлĕх е çăм-тĕк таврашĕ çунтарса, тĕтĕмне сăмса патне тытса тăрас пулать.

тив

(тив), трогать. N. Эсĕ (ес) ăна ан тив. Ты его не трогай. Орау. Ай-уй, ан тивех, ӳкетĕп! Чураль-к. Ан тив, Тимоххи! Тивмен çынпа мĕн тăван? (Куршанкă). N. Эсĕ мана сивĕ алпа ан тив (ан тыт). || Касаться. ЧП. Пуçĕ маччана тивет-ĕçке. ТХКА 46. Хамăр йăмра тăррине тивес пекех, кайăк-кăвакалсем аялтанах, карти-картипе ларт! ларт! лартлатса вĕçе-вĕçе карĕç. Альш. Çав тери хытă чупса кайрĕ ĕнтĕ (бежал очень быстро), ури çĕре тивни те курăнмас. Кн. дла чт. 157. Чупа пуçласан, ури çĕре тивмен пекех туйăнать. Ст. Шаймурз. Çĕре тиви-тивми ларать-çке (дерево). Бижб. † Хапхăрсенче лăс хурăн, çĕре тиви-тивми ларат-çке. || Брать (чью-либо вещь). N. Тата çын япалине тивес пулмасть. || Об огне. М.-Яльчики. Асту, кĕпӳне вут ан тивтĕр (как бы не загорелась рубаха). Çамр. Хр. Пушарĕ, сăмакун юхтарнă чух тивнипе тухнă. || Laedere, violare, обижать, оскорблять. Кама 56. Кам кăна? Кам тиврĕ? СПВВ. Чĕрене тивет (оскорбление). || Задевать. Чăв. к. † Çичĕ ют килне кайсассăн, сăмах тивессĕн туйăнать. Бес. чув. 14—15. Магомета урăх тивменни, ытти япаласем çинчен калаçа пуçлани ăна пит кăмăллă пулнă. || Бить. N. Вăл мана тивет! Мана Иван тивет (бьет). || Попадать (о пуле и пр.). N. Сарая тупă етри (снаряд) тивсе çунтарса янă. Скотолеч. 31. Выльăхăн куçĕ тусанпа, тĕтĕмпе, япала тивсен, çӳпĕ кĕрсен, тата шăнсан, пăсăлать. N. Куçĕнчен тивсе, хăлхи патне тухнă. Юрк. Унта пытанса лараканскер, хама тиврĕ-тĕр тесе, хăранипе сиксе тухат та: мана пĕтерчĕç!... мана вĕлерчĕç! тесе, кăшкăра-кăшкăра анаталла чупа пуçлат. N. Пĕрин пуçне кайса тиврĕ вĕт. || Действовать (напр., об угаре), производить действие. Никит. Маччана чут та шаккамаççĕ, шаккасассан, сĕрĕм, шăрш тивекен пулать, теççĕ. ТХКА 6. Çанталăк уяр пулмалла — хĕвел ăшши питĕ ăшшăн тивет вара. Орау. Пĕр курка ĕçсессĕнех пуçа кайса тивет. N. Унăн сăмахĕсем вĕсенĕн чунне тиве пуçланă. || Иметь отношение к..., касаться. N. Çак каланă сăмахсем пире те тивеççĕ. || Доставаться (кому). N. Суяна текех суйнинчен усă тивес çук. Альш. Тивнĕ ку хăнасене хытах: ӳпки юлман кăсен (здорово выпили?). N. Вăл пухнă ылттăн-кĕмĕл таса çынна тивĕ. N. Ертсе çӳрекенине те тивтĕр (= ертсе çӳрекен те пайсăр ан юлтăр, ăна та эпир хывни çиттĕр). N. Кай та, ывăлусене: пĕрне ашшĕн пурлăхĕ тивмелле, тепĕрне нимĕн те тивес çук, те; вăт вара вĕсен иккĕшин те çурмаран пулĕ. Ст. Чек. Ĕрет тиввĕрĕ. Пришла очередь. О сохр. здор. Çав сивĕ (холод) пире пурне те пĕр пек тивет (зимою, т. е. все мы принуждены его переносить). Шурăм-п. Пире сăмах (брань, попреки, выговор) тивет, тесе, эпир те хăвăртрах тепĕр лапалла чӳпрăмăр (на лугах). Юрк. Вĕсенĕн вăл ачи каймалла мар, кĕçĕннине тивет (очередь итти в солдаты). || Прихидиться на долю. Юрк. Мана та мĕн-те-пулин тивет-тĕр? (вероятно, что-нибудь приходится и на мою долю). N. Аçун икĕ ятпа çурпилĕк тиврĕ. N. Вăл ана мана тивет (следует, достанется). N. Калла кайма тивет поль. N. Хурала хыпаланса кайма тиврĕ. Пришлось спешно итти на караул. N. Хуралла уйăхне икĕ рас кайма тивет. || Ударить (о запахе) N. Сохан сăмсая тивет. || Мешать. Сред. Юм. Отнаккă полсан, тивмĕччĕ. Если бы было, не мешало бы (было бы не дурно). N. Ан тив ĕнтĕ. Вĕсен ĕçĕсем те çав кăна. || Постигнуть. N. Сана çын çилли тивсе пĕтерĕ. Ала 88°. Чир-мĕн тивсессĕн, ача-пăча хуйхăрмаçть уншăн, ашшĕ-амăшĕ хуйхăрать. N. Чир тивет, вара тин хамăр тĕллĕн нимĕн тума пултарайманнине пĕлетпĕр. N. Усал ан ту, сана та усал тивмĕ. N. Ытла та йăвăр тивнĕ-мĕн сана. Тебя, оказывается, постигло тяжелое бедствие. || Приходиться (о родстве). N. Ут енчен тивекен хурăнташăмсем. Альш. Лешĕ пире унтан-кунтан хăта тивет. N. Хурăнташ тив, торту тив || Ст. Чек. Ача пăтти параççĕ ăшра тивни-мĕнĕсене, ăшра çинĕ тивнисене. || Вредить. Сунт. Уйри тырă лайăххăн пуç кăларса та ĕлкĕреймен, ăшă тивсе сарăхса кайнă. N. Тăм тивет. Алик. † Вăрăм-вăрăм тияççĕ, пур вăрăма çил тивет. (Солд. п.; смысл: на военную службу берут только лучших, отборных). || Натирать (кожу). Скотолеч. 18. Хăмăт начар пулсан, кăкăрне тивсе шыçтарать. Календ. 1906. Хăмăт е йĕнерчĕк тивсен, выльăхăн мăйĕ-çурăмĕ хăш чух шыçса каять. || Заразить. Якейк. Сăпаççипах сорăхне (овце) чир те тивсе (вилнĕшĕн). || То же, что вит, проникать. Альш. † Тутлă чĕлхене пыл тивмест (вар. витмест), тайла пуçсене хĕç тивмест. || Decere, ороrtere. || N. Уншăн вĕсене ырă сунма тивет-и?

тивĕçлĕ

надлежащий. || Тот, кто должен, или кому приличествует (дедать что-либо). N. Мана ĕнтĕ килти пурăнăç çинчен сӳтсе яма те тивĕçлĕ, те тивеçсĕр çын эпĕ. || Приходящий кому (на чью долю), принадлежащий, сделующий (кому). КС. Хăйне тивĕçлине илчĕ вăл. N. Ĕçленĕшĕн тивĕçлине тӳлесех тăнă. Хурамал. Мана тивĕçлĕ укçа. СЧЧ. Хай йĕрĕх пĕрни çакăнса тăракан кĕлет (амбар) пире тивĕçлĕччĕ (приходился при разделе имущества на нашу долю). Курм. Мана тивĕçлĕ. Принадлежит мне. Слеп. Çак япала мана тивĕçлĕ (принадлежит мне; так говорят при споре). КС. Вăл пӳрт хама тивĕçлĕрен эпĕ: ăна турттарас, терĕм. Я вздумал свозить эту избу, потому что она полагалась мне. Ала 82°. Эсир мана тивĕçлĕ хĕре калăр: санăн каччу та çаксем пек аван, ни ухмах мар, ни суккăр мар; ву халĕ амăшне пулăшма юлчĕ, тесе калăр, терĕ, тет. || Должно, следует, приличествует. N. † Сирĕн пата килсессĕн, пĕр çавра юрă юрлама тивĕçлĕ. N. Вăл ахаль каласан та, эсĕ тума тивĕçлĕ. Пир. Ял. Эсĕ Янкăлч ялĕнче çĕрпе усă курма тивĕçлĕ. || Родственный по крови. Сред. Юм. Тивĕçлĕ хорăнташ (родственный по крови). Юрк. Тивĕçлĕ хурăнташĕсем. || То, что следует (о цене, о плате). Хурамал. Мĕн хака парассине тивĕçлине кала. Говори (скажи), сколько стоит, за сколько ты отдашь? || Достойный. N. Унăн пурнăçне эпир те пĕлме тивĕçлĕ пултăмăр. N. Çаксене пурне те парсан тин хресченсем этем е тивĕçлĕ пулĕç (будут жить по-человечески). N. Ман пек аскăн пулнă çын, ирсĕр çын ниепле те курма тивĕçлĕ мар аслăлăха куртăм. || Заслуживающий, подлежащий. N. Эпир çавна тивĕçлĕ. Мы того и стоим. N. Сута тивĕçлĕ. Подлежит суду.

тивĕçсĕр

незаслуженный (-но), недостойный (-но). N. Пĕр тивĕçсĕр çĕртен сăмах илтсе пурăнтăн. N. Сире чунтан юратакан, хисеплекен, сирĕн тивĕçсĕр çыннăвăр Якку. (Конец письма). N. Вĕсем Раççейри пĕтĕм хура-халăха улпут аллине валеçсе парса тивĕçсĕре кăларнă (привели в недостойное положение). N. Ман тивĕçсĕр кĕллĕмрен (ыйтнинчен) йĕрĕнмерĕн. Шишкин. Волакансем ан тиркĕр: тивĕçсĕр йорсем çырнă, тесе, кăçал йор те темле тивĕçсĕр çурĕ. N. Хĕре тивĕçсĕр (незаслуженно) хурлантарнăшăн тусĕсене хытă ятланă вăл. || Неуместно. Сред. Юм. Темме пит тивĕçсĕр сăмахлан çак эс (неуместно). || Чересчур. Харченко 49. Йĕтĕн тăпрана питĕ начарлатса, ывăнтарса хăварать. Мĕншĕн тесен вăл тăпрари сĕткенсене тивĕçсĕр нумай пĕтерет. Ib. 1З. Çапла, тивĕçсĕр васкаса ĕçленипе вĕсен сывлăхĕсем те тикĕс ĕçлесе пынă чухнехинчен ытларах пĕтеççĕ.

тивлет

(тивл’эт’, т’ивл’эт’), благодать, милость, счастье, удача, успех. Разг. С. Мих. 36. Ака-соха тивлечĕпе кона ĕçеттgĕр-çиятпăр. Менча Ч. Иксĕлмес тивлетне парăсăнччĕ, тет. (Моленье). ЧП. Атте-анне çинче пурăннă чух тивлетреччĕ пирĕн çамрăк пуç. Т. VI, З. Çак эсĕ панă тивлете асăнатăп. Ӳлĕмрен те тырра тăррине чакан пек пар, тĕпне хăмăш пек пар... Иксĕлми тивлетне пар. Неизв. авт. ХVIII ст. Иксĕлми тивлетне патăр. Ака соха тивлечĕпе ĕçетпĕр-çиятпăр, поплетпĕр-калаçатпăр. Микушк. † Эпир пуснă вырăна, тивлет пусса тухтăр-и. N. Ырă тăванăм (ятне), çавăн тивлечĕпе çӳретпĕр. Емельк. † Ах аттеçĕм, тетĕп, ах аннеçĕм! Сирĕн тивлетĕрпе çӳретпĕр. N. † Аттепе анне тивлечĕ, çта пырсан та ырлăх пулинччĕ. Пис. † Ах пиччеçĕм, тетĕп, инкеçĕм! Сирĕн тивлетпе çӳретпĕр. Бугульм. † Ах пиччеçĕм, инкеçĕм, хĕр тивлетшĕн çуретпĕр. Стюх. † Нумай пĕтĕ, сахал çитĕ, çак пĕрле тăнине мĕн çитĕ? Атте лайăх, анне лайăх, вĕсен тивлечĕсем пит аван. Сред. Юм. Атте-анне тивлечĕпе çӳретпĕр. N. Вĕсем шыва путса вилесрен хăтăлассине, тивлетĕн пĕлче çук ĕçне малтан кăтартса хунă, тесе те калаççĕ. N. Акă сана та тивлет паратпăр, мĕн пур пеккине; ан ӳпкелесе кай, лайăх ĕçсе-çисе кай. (Гов. покойнику). Альш. † Умăра тивлетсем çунă чуне, кил, силлесе юлар-и чунсене! N. Ан макăрăр ачисем, пуççăр (ласк. выр. = пуçăр) çине (на ваши головушки) тивлет çăват-ĕçке! N. Эпĕ санăн нумай ырăлăху тивлечĕпе сан çуртна кĕрĕп. Собр. † Ах, тантăшăм, тантăшăм! Ан йĕрсем, ан куйлансам, пуçу çине тивлет ӳкет. N. Эсĕ М. хулинче тивлет ĕçне ĕçлесе пурăннă. N. Ывăлĕ-хĕрин тивлечĕ пĕтсе ларĕ. || В ирон. см. Вĕсем ыр çын тивлечĕпе сăмаварсăр тăрса юлнă. || Назв. божества. К.-Кушки. Перекет, перекетне пар, иксĕлми тивлетне пар. Тивлет, иксĕлми тивлетне пар; çырлах, çырлах, сана пулĕ шерпечĕ, пире пулĕ йӳçĕшĕ. Жертв. т. Тивлет (вар. тивлете) така. Ib. Тивлет амăшне така.

тиврет

(т’иврэт’), то же, что тиверт. Т. VI, 54. Ик кун, виç кун ĕçрĕм, çирĕм, тет, ырă амăшĕ! тивменнине çак куркапа тивретем, тет. Ск. и пред. чув. 108. Йăваш чунне тивретсе вăл пикепе калаçат. || Зажечь. Ст. Яха-к. Пирвай шăтăклă кăмпана вут тивретсе юсман валли илсе кĕнĕ çăнăхсене, шывне, кăмакине чĕлхе вĕрсе çӳрерĕ. || Бить. Б. Яныши. Вот сыппи илчĕ те, пире тиврете поçларĕ.

тикенет

(т’иг’эн’эт’), назв. раст., репейник. Сред. Юм., Тюрл. СПВВ. ФВ. Тикенет е куршанак курăк; унăн вăрри пит япала çăмне (= çумне) çыпçать. Собр. † Тирĕс çинчи тикенет, тиек пулас сасси пур. || В сравнении. Сред. Юм. Мĕнле ача çак, тикенет пек (как репейник) çыпăçать те, нимпе те каймас.

тикĕс

(тигэ̆с), ровный, гладкий; плоский. Тим. † Сирĕн çинче камсул килĕшет, те аркипе çанни тикĕсрен. Чураль-к. † Урам хушши тикĕс мар, шăлаканĕ эпир мар, хĕрсем хăйсем ывăнмасан, ывăнакан эпир мар. (Пародия на тат. п.). || Ровно, гладко. N. † Юрататăп эпĕ çил арманне, те тикĕсех çуначĕ çавăрăннăран. Ст. Чек. † Икĕ Атăл, пĕр тинĕс, шывĕ юхат пĕр тикĕс. Пирĕн çамрăк ĕмĕрсем иртейинччĕ пĕр тикĕс. || Одинаково. Орау. Пирĕн тикĕс пулмĕ, эсĕ ху тикĕспе пулин пар. || В см. им. существ. Альш. Пĕр тикĕс çук çĕртен утат. Идет по неровному месту, по кочкам. || Ровненько, т. е. благополучно. N. Ял-йыш тикĕс тăрат-и? Юрк. † Сирĕн курнитсăрсем хире-хирĕç, унăн çийĕ виттисем пĕр тикĕс. Эпир пурсăмăр та йĕр тантăш: иртинччĕ ĕмĕрĕмĕрсем пĕр тикĕс. Собр. Ĕмĕр тикĕс килмест (вар. пĕр тикĕс иртмест), теççĕ. (Послов.). Ерк. 46. Кăçал вăйлă çур килнипе ыраш ӳсет пĕр тикĕс. Бес. чув. 8. Иртнĕ пурăнăçĕ унăн пĕр тикĕсех иртмен: вăл çичĕ çула çитсен, унăн амăшĕ вилсе кайнă. N. „Крестьянский банк“ ĕçĕ пуçланнăранпах пĕртте тикĕс пыман: унăн ĕçне ăрасна-ăрасна пуянсем анчах курнă. || Поровну. Юрк. † Çак киле килнĕ хăнисене курки тикĕс тивет-ши? Сред. Юм. Пĕр тикĕс парса тохрĕ. Разделил всем поровну.

тилĕр

(тилэ̆р), беситься. Самар. † Çак ачасен тилĕрни амĕш чарсан та чарăнмаç. Ст. Чек. Тилĕрмен пулĕ-çке, тек арăмна хĕнетĕн! N. Тилĕрсе кайсан, вăйлă кăна лекет вара. Если озлятся, взбесятся, то задают жару. Ялюха М. Елле эп унтан начар-и, мĕн-и? Вăл пĕлнине елле эпĕ пĕлместĕп-и? Ун пеккине кăна эп куркаланă ĕнтĕ; эп ăна йăлăнассăм çук, вăл хăй мана йăлăнтăр, манăн тĕрĕс, тĕрĕслĕхрен мĕн тума ăна пăхăнса, парăнса тăрам эп? тесе, тата ытларах тилĕрме тытăнат. || Бредить. Н. Седяк. Тилпĕрен вăррине çисен, этем тилĕрет (т. е. аташать, кăтăрать, ухмахланать). || То же, что тилмĕр. ЧП. Икĕ куçăм, пĕр пуçăм, тилĕ-реççĕ тăвансене курасшăн.

тилмĕрт

понуд. ф. от гл. тилмĕр. ЧП. Çак тантăшсе (= тантăшсене) курасшăн икĕ хура куçма тилмĕртрĕм. N. Эсĕ пире çыруран ан тилмĕртер. N. † Тимĕр хапха тĕпĕнче тилмĕртĕпĕр ютсене. Календ. 1903. Суеççĕ юмăç, пуçлăх пек, айван ăса тилмĕртет. Янтик. † Çак тăвансене кĕте-кĕте икĕ хура куçăма тилмĕртрĕм. Изамб. Т. Çак аппапа йыснана курасшăн, икĕ хура куçăма тилмĕртрĕм (т. е. пристально смотрел). Сумч. † Хапха тăпси — тимĕр тăпса, тилмĕртĕпĕр (т. е. тарăхтарăпăр) йыснана. N. Тимĕр хапха витĕр тилмĕртĕпĕр. Ст. Ганьк. † Çичĕ юта тилмĕртĕр, ан чĕнтерĕр çичĕ юта.

тимĕр пăх

(пы̆х’), железный шлак. N. Сирĕн лаçра тимĕр пăх(ĕ) нумайланса кайнă. Орау. Пĕрин ĕлĕк икĕ арăм пулнă, тит. Икĕшĕ те хыткан, начарскерсем пулнă, тит. Пĕре икĕшне те лартса хăнана кайнă, тит. Çул çинче тимрĕç лаççи панчен иртсе каймалла, тит те, тимĕрçрен ыйтать, тит: тимĕрç, çак ик майраран пĕр лайăх майра пулать-ши? тесе калать, тит. Тимĕрçи калать, тит: пулмаçть, виççĕрен пĕре лайăх пулать; виççĕшне пĕрлештерсе хĕртсе, пĕри тимĕр пăх пулсах пĕтет, çампа виççĕ кирлĕ тесе каларĕ, тит. (Из сказки).

тимĕрĕх

назв. киремети? N. Чӳк çырлах, ан пăрахах! Тимĕрĕх киремечĕ, ак сана пĕр кăвакал пуçĕ паратăп, чӳк çырлах, çак ĕнене вĕлерсе ан каях. (Моленье киремети о больной корове, которую „тытнă“).

тин

(тин’, т’ин’), только. Кан. 7 çынна пăхсан, тик ку ĕçе юрăхлине тупрĕç. || Только что. Янтик. Тин килтĕм эпĕ. Ib. Тин килнĕ эпĕ! Только что я пришел. N. Сӳнтерме пынă çынсем тин саланса пĕтейнĕ (только что успели разойтись). N. Тин вут хутса çунтарайнă (успели истопить). Кăмаки мăрйине те хупман, тет. Череп. Эпĕ тин кăна çирĕм. Я только что поела. Тогаево. Ăна вара е кăвакал, е хор, е тин çоралнă путек пусса панă, тет. N. Сирĕн патăрта ыраш вырса пĕтн(ĕ)-и? — Тин (только что) пуçлаççĕ, тет. N. Куçĕ йосанас çок тин вăл çыннăн. Итла шотсăр осалччĕ те ахаль те хăва та (уж больно и сам-то он был негодяй). Тин эпĕ унтан хăтăлтăм ĕнтĕ. Сред. Юм. Тин сунă сĕт хăйми тăрăлмас, ô сĕт тутлăрах пôлать. Янш.-Норв. Тин çуралнă ача пек (как новорожденный). Тюрл. Тин троть. Только сейчас встает. || Не ранее, как только... N. Тăват çултан малалла тин астума пуçлаççĕ. N. Ваççа тăват çултан тин утса çӳрекен пулчĕ. N. Вăл çак сăмахсене сана калама виçĕм-кунах каларĕ, паян тин аса килчĕ. Курм. Хамăр киле çитсен, ĕнесем пăртак тăрсан тин пычĕç. N. Вара тин çиме пуçлаççĕ, тет, пăттине. || Только теперь. Янтик. † Эпирех килтĕмĕр — кил тулчĕ, çак хăтанăн кăмăл тин тулчĕ. Орау. Халь тин ĕнтĕ... Çурçĕр çитет пуль (теперь уж поздно итти). Регули 1233. Тин вăхăтра килтĕн. Тин анчах кайрĕ. Халь анчах çырса ячĕ. || Только тогда. Истор. Турккăсем тин лăпланнă. ЧС. Çапла вара вĕсем пĕр-пĕрне улталаса пĕр-пĕринчен кулма та пăрахрĕç, тет те, тинех чипер ĕçлесе пурăна пуçларĕç, тет. || Лишь потом. СЧЧ. Эпир пăртак ларăпăр-ларăпăр та, вара тин кĕрĕпĕр (а потом уж и войдем). || Теперь уже, вот теперь-то. N. Пирĕн ăна çĕнтересси пулмасть пуль халь тин. Сунч. † Пирĕн те инкен пулă кукăль, касать-касать — касаймасть. Тин кассассăн, çияс çук. N. Пирĕн те инкен пулă кукли, касать-касать, касаймасть; тин касса илсен, çияс çук. Бгтр. Ĕнтĕ тин хуса çитес çок она. Теперь уж его не догонишь. Истор. Çавăнтан кайран Шуйскисем пурте лăпах пулнă; патша вĕсене, тинех тавăра пуçланă. ЙФН. † Пуп кушакĕ юс тытат, Тени тус! Юс тытин те юрас çук, тин юрасси пулас çук, Тени тус! N. Кунта тин ĕмĕр ирттĕр пуль! Вот наверное, здесь-то конец моей жизниI N. Ĕнтĕ пурте: тинех пĕтрĕ-мĕр! тесе, шухăшланă. Шерче-к. Эпĕ: ах, пĕтрĕм ĕнтĕ тинех! тесе, хыпкаланма пуçларăм. ЧС. Анне мана: ĕнтĕ тинех пĕтетĕн! тесе, пушшех ятлаçа пуçларĕ. || Вот уже теперь. КАЯ. Кĕсем тин пĕлчĕç ĕнтĕ, тесе, эпĕ хăраса кайрăм. || Наконец-то. Хочехмат. Хайхи Йăван ярса илсе те калать: сана тин тытрăм, ямастăп. КС. Тинех вăл кил-ăшчикки лăпланчĕ. N. Лешсем каялла пăрахса кайсан, кусем пит савăннă: тинех хăтăлтăмăр пулĕ ĕнтĕ, тенĕ. Юрк. Хайхине тин епле çырма кирлине вĕрентрĕм. || Недавно. Альш. Тин пĕчĕкçĕччĕ, — хăçан çитĕнчĕ?... Авланчĕ те! Недавно был маленьким,— когда же он вырос?... уж успел и жениться!. Череп. Тин кăна, недавно. См. анчах. || Впервые. Изамб. Т. Эсĕ ăна тин куртăн-а? Ты его (такой огонь) видишь (увидал) впервые? Трхбл. Эп кунта тин кăна мар вĕт. Я ведь здесь не впервые. N. Тин кĕтĕм-ха. Я искупался впервые (сейчас). || Не иначе, как только... Кан. Кĕркурирен сут урлă тин шыраса илчĕ. || Более. Актай. Упăшки куна (ей): ĕнтĕ сана тин шанас çук (больше тебе веры нет, ты ненадежна). Алик. † Апай, çăкăр пĕçерет пуль. Пиççĕр-пиççĕр, сивĕнч пуль; тин çиясси пулмарĕ пуль. (Солд. п.). ЧС. Пăхса юлăр (посмотрите на него в последний раз), ачамсем, ĕнтĕ ăна (покойника) тин курас çук! Хастарăх 31. Тин пулас çук. Ib. З1. Тинех киввине пуç тайса тăмăп. N. Эпир пысăкланса ватăлнисем тин çыру вĕренеймĕпĕр: пирĕн вăл вăхăт иртсе кайрĕ ĕнтĕ, теççĕ. В. Олг. Тин хытмаст полĕ пашалуйĕ (больше: теперь уж не станет черстветь). ТХКА 57. Утмăлтан иртеп ĕнтĕ, халь тин ăс кĕрес çӳк пуль мана. || N. Эпĕ военнăй команда каймарăм, тин ватлăхра йăвăр терĕм.

типĕ

(тибэ̆, т’ибэ̆, Пшкрт: тиβэ̆), сухой. О сохр. здор. Эпир хамăр тире, вăл типĕ тарламан чухне сăтăрса пăхсан, пирĕн пурнесем айĕнче чăмăркка япаласем те пулмаççĕ. N. Иван корнă ĕни картара типĕ олăм çинине. Альш. Вăтакас ĕлĕкех типĕ кас пулна вăл, теççĕ (его не заливало водою). Янгильд. Ортемей куçран çĕтрĕ. Онччен те полмин эпĕ типĕ çырмана кĕрсе ӳкрĕм. || Страдающий от недостатка в пище. N. Юрварсăр ан пурăнăр, пĕр сысна илсе пус, типĕ ан пурăнăр. Чертаг. Яльчик. Типĕ порăнатпăр. || Sine feminis. N. Типех пурнатпăр. || Суша, сухое место. Ядр. † Çут-кӳлĕре шур пулă, типпе юлас сасси пур. Янш.-Норв. Типпе хăварса пул тытатпăр. ПМП. Типĕпе çӳрекенсем (путешествующие по суше). || Сухое. N. Унта вара эрнипах çумăр çурĕ, пĕр типпи те юлмарĕ. || Засуха. || Пост. ЧС. Чăнах та аслă типпĕн малтанхи эрнинче юнкун (в среду) вилчĕ. N. Ни типпи-йĕпине пĕлмесĕр (не зная ни поста, ни мясоеда), ĕçкĕ-çикĕпе ашкăнса пурăнать (пирует во всю). Регули 1206. Çак типĕ иртнĕ çĕре (к концу этого поста) килет. Ib. 1213. Вăл типпе кĕрсенех (в самом начале поста) кисеччĕ (приходил) конта. Ib. 1225. Типĕ пĕтерсен кайăпăр. В. Олг. Типĕре, в посте. Б. Олг. Çуарни пĕтеретпĕр, типпе тохатпăр. Собр. Яланах çăварни мар, типĕ те килет, теççĕ. (Послов.). СТИК. Типпе кĕрсен, по наступлении поста. Изамб. Т. Типпе кĕнĕ кун, заговенье. Ib. Типĕ тухнă кун, разговенье. Сред. Юм. Типпе кĕнĕ. Начался пост. N. Типпе кĕни (= ӳтрен тухни). N. Типпе тухсан, когда начинается (начался) пост. || Постный. Ib. Типĕ апатпа ăш выртмаçть (не наешься). КС. Пĕçермелли нимĕн те пулмарĕ те, типĕ апатах лартса ятăм. || В см. наречия. Орау. Çулла çупа пурăнать, хĕлле типĕ. || Тощий, худой. Пшкрт. В. Олг. Типĕ (çын) — тошча, тощий. || Напрасно. Начерт. 166

тир

(тир, т’ир), вдевать, вздевать, Сред. Юм. Çак çипе йĕп куçне тирсе пар-ха. Вздень-ка мне эту нитку в иголку. N. Йĕппе çип тир. N. Хулă вĕçне паранкă тирнĕ те, тепĕр вĕçĕнчен тытса суллакаласа çӳрет? N. Кĕсем вăкăрин пуçне касаççĕ, тет те, шалçа çине тирсе шыва лартаççĕ, тет. || Нанизывать. Ст. Чек. Алă çыххи — шăрçа тирсе тунă браслет (хĕрсен); особенно качча каякан хĕрсем туй тунă вăхăтра çыхса çӳреççĕ. ЧП. Çиппе тирнĕ укçа. Ib. Аллăм тулли ал çыххи татăлат-ĕçке — тиретĕп. Ib. Çип çине тиртĕм (мерчен). Юрк. Çав тăхлан татăкне пĕр шăтăкĕнчен çиппе тирсе хай йĕрĕх пĕрми çине çакса хураççĕ. Кореньк. Халччен (= халиччен) куçлăх корманскер, куçлăхсене ик-виçшер çамки çине лартать, тет, хӳри вĕçне тирет, тет (обезьяна). Тайба-Т. † Вуниккĕн явнă ухăçăм (чит. укаçăм), çиппе тирнĕ нухратçăм. Кĕвĕсем. Шур пурçăнтан тилкепе яваççĕ, вĕçĕсене ука тиреççĕ. Ал. цв. Ахах шăрçинчен тирнĕ мăй-çыххи, || Воткнуть (у др. чик). В. Олг. Йопа (кол) тирсе. Панклеи. Улĕпе кинĕ хăнара чохне карчăк çав шăнăсане (кости) улĕсем выртас тӳшек çине йăлтах йĕрки-йĕркипе тирсе толтарнă (натыкала). || Колоть (делать укол). Шибач. Тал-пиçен тирет, йĕплĕ. Ib. Çĕçĕпе тирет. Колет (pundit) ножом. Тораево. Упине ыталаса тытсассăн, ăна мучĕшĕ уринчен тытнă та, ачине калать, тет: тир, ачам, тир, тесе калать, тет. Изамб. Т. Йĕппе пӳрнене тирсен, юн тухат. || Проткнуть (сăнăпа, копьем). Б. Олг. || О колотьи (болезнь). Б. Олг. Ой, айкă тирет! Ib. Ой, тӳртрен тирет (колотье в спине). Ib. Ой, хăлха тирекен полчĕ, аплах йошт-йошт тирсерчĕ (тирсе ячĕ). Ачач 5. Çамрăк арăма сасартăк пилĕкĕнчен темĕскер хыттăн тире-тире кайнă пек пулать. Хăй те вара сасартăках хăраса ӳкет. В. Олг. Тирекен ерет. Делается колотье. || Ковырять (лапти). Собр. Курпун сысна йĕр йĕрлет. (Çăпата тирни). Кан. Ун хуппипе çăпата хуçаççĕ, йăвăççине чĕлсе тиреççĕ. || Поддеть. Юрк. Çав аллинчи сенĕкĕпе çĕнĕ-çынни пуçĕнчи пĕркенчĕкне тирсе илсе... Поддев этою вилкою, которую он держит в руках покрывало, которым покрыта голова молодицы... || В перен. смысле. Утăм 22. Куç тирет ешĕл çулçа. || Futuere, subigere. Якейк., Янтик.

тирсе шăтар

протыкать. Сĕт-к. Çак кĕпея йĕкепе (веретеном) тирсе шăтартăм.

тирпейле

(-л’э), приводить в порядок. N. Эсĕ пире çаксене тирпейлеме пулăш. Урмай. Çав карчăк кĕнĕ пӳртре темĕн чухлĕ сĕтсем куршаксемпе, чĕрессемпе лараççĕ, тет, анчах тирпейлемелле (прибрать?), тет, çак сĕтсене. Менча Ч. Пĕр-пĕр ĕçсĕр пушă кун ирхине ирех тăраççĕ те, кил-йышсем пӳрт ăшчиккине тирпейле пуçлаççĕ. N. Шăматкун ирех вара юпана тирпейлеме тытăнаççĕ. || Обряжать, хоронить? ЧС. Пирĕн енче çын вилсен, вырăсла тирпейлеççĕ. N. Унтан, ăна тирпейлесе пĕтерсен, лашасене кӳлеççĕ те, пит хытă кустарса тавăрăнаççĕ. || Состряпать. || Свежевать. Шихаз. Унтан вара пăрăва тирпейлесе, пăрăва пĕçере пуçларĕç. N. Çапла пилĕкмĕш выльăхне те пусса тирпейлесе пĕтереççĕ. Ставр. Ĕнине (упомянутую корову) пусса тирпейлесен, яшкасем, пăтăсем пĕçере пуçлаççĕ. N. Унтан вара вăкăр ашне тирпейлесе антараççĕ те, пĕтĕм чашкă çине (на все чашки) пĕтĕмпех пĕр пек ашĕсене валеçеççĕ. || Прибрать, сплавить (куда). Кан. Чиперех (или: аранах) тирпейлерĕ. Ib. Шкул пурлăхне тирпейлерĕç. || Убить, зарезать. КС. Кĕçĕр пĕр сурăха кашкăр тирпейлесе хунă (прибрал, т. е. зарезал). Якейк. Кĕçĕр ăна тирпейлесе хорĕç. Нынче вечером его убьют.

тискерлен

делаться диким, дичать. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 11. Çакна майлах Çелантийĕн хăш вырăнĕсене килти сыснасем тискерленсе йышлăланнă. || Сделаться страшным. Шел. II. 13. Тискерленчĕ çут тĕнче. Сред. Юм. Çак чиртен тăрсан (после этой болезни), тискерленсе кайнă ô. N. Çыннăн ĕлĕк илемлĕ сăнĕ халĕ тискерленсе кайнă. ЧС. Сасартăк кăнтăрла енчен çил вĕре пуçларĕ те, ун хыççăнах çумăр пĕлĕчĕ тухрĕ, çанталăк темле тискерленсе çитрĕ. || Делаться злым. КС. Ма эсĕ пит тискерленсе çӳретĕн? N. Тырă пулнă çул халăх тем тискерленсе çитет, пĕр-пĕрин çине пăхмасть. Çĕнтерчĕ 59. Турăш кĕтессине тискерленсе пăхса. || Взбеситься. N. Сулă (плот) çинче унăн лашисем тискерленсе кайса, хăй çине сике пуçланă.

ту

делать, сделать. См. тăв. Регули 1439. Паян те тăвас, те тăвас мар. ГТТ. Хăйне хай нимĕн тăваймас. КС. Эпир иксĕмĕр тем те тăвăттамăрччĕ-çке те. Еще бы, мы с тобой чего бы не сделали. Кан. Конюхне кӳлтерсе лаша çине лармасăр хăй ĕçĕпе те вăл çĕр утăм тумасть. N. Ун пек çынсем, хам тӳрĕ пулсан та: туса паман-и? пулăшман-и? теççĕ. N. Мана мухтамалла турĕç. Вишн. 72. Çав шыв çулĕ пĕр-пĕр çырмаран, е туран юхса тухĕччĕ, анчах эпир пусă алтса унăн çулне татса, шывне алтнă пусă ăшне пухăнакан тăватпăр. Кан. 3840 кублă метр туса пĕтермен япала (полуфабрикат). Регули 1049. Эп она поян турăм, вăл поян полчĕ. Чăв. й. пур. 26°. Вăл каланă: мĕн тăваççĕ манпа? тенĕ. Вишн. 68. Çапла ĕнтĕ пирĕн кунсерен хамăр ăша е сакăр, е вунă кĕрепенке шыв кӳртмелле. Апла тумасан, пирĕн ӳт туртăнса каять. N. Кĕлеткенне куçне лайăх туман. Глаза у портрета не вышли. Сред. Юм. Ырлăх туни шырлăх туниех мар-ха ô. Если добро сделал — это не то, что худо сделал. Изванк. Мĕн тăвас? Нимĕн тума та çук, хайхи Микул карчăкне (йомзе) пуççапас пулчĕ (пришлось ее просить). N. Мĕн тăва пĕлес манăн? В. С. Разум. КЧП. Ма ута каç яратăр, çухалсан мĕн тăвăр-ха вара (что будете делать)? Регули 49. Хам тумаллине сана патăм. N. Конта мĕн туса тăратăн. || Работать, делать, производить. Орау. Эпĕ аттене сакăр çул кăмака çинче вырттартăм. Кăмака çинче выртнă çĕрте: туни ман, туманни сирĕн, тетчĕ. Регули 580. Тусан порте пулать. Ib. 1258. Ашшĕ пек тумасть, япалана ялан орăх тĕслĕ тăвать. Ib. 670. Çак çын, çакне тăваканĕ вилсе; çакна тăвакан çын вилсе. Ib. 217. Сирĕн тăвакан пор. Ib. 328. Çав çын конта корăнмасть, çак япалана тăваканĕ. Ib. 829. Эп пĕлетĕп çав çынна, çак япалана тăвакан çынна эп пĕлетĕп. Ib. З2. Тумалла пулсан килĕ вăл. Ib. 52. Ĕç тумаллинчен окçа исе поли? Ib. 1503. Эп сана çĕмĕрме (çемĕрмешкĕн) туса патăм-и? Ib. 341. Кăна эп туса. Ib. 1543. Эп тусаттăмччĕ те, йорал полмарĕ. СТИК. Туса-туса, авантарах ту. Раз принялся, сделай как следует. || Альш. † Пятам-пянам килне хăна пулăр: тунă хурçă пулмин те, çăкăрĕ пур. Ib. † Кĕтнĕ хăни эпир-мĕн! пиçнĕ яшки пире-мĕн! тунă хурçи сире-мĕн! || Строить. Юрк. Пурăнма çурт туса хурат. Ib. Çĕнĕ çурт туса пама та шухăшлат. Ib. Чул çуртсем тума пĕлнĕ (умели). Ib. Ялсем, хуласем туса (aedificando). || Выращивать. Ашшĕ-амăшне. Вăл темĕн чухлĕ çĕр тара илсе тырă акса, тĕрлĕ пахча çимĕçĕсем туса пурăннă. О сохр. здор. Халĕ кирек ăçта кайсан та, купăста пит тăваççĕ. Альш. Темĕн чухлĕ хăяр туса, темĕн чухлĕ хăяр сутнă. || Выделывать. Сред. Юм. Покан орине çавăрса тунă (о точеных ножках стула). Чем люди живы. Туман тиртен пулсан та, кĕрĕк — кĕрĕкех. || Мочь, быть в состоянни. Регули 701. Тумалла çын вăл; вăл кона тумалла. Ib. 35. Тумалли çынĕ пур унта. Ib. Кона тумалли çын кайса. Ib. 689. Тăвасси çын çавă. || Трогать, задевать. N. Мĕн тăватăн эс унпа? Что ты там трогаешь? || Творить, создавать. К.-Кушки. Эпĕ вĕçен-кайăк (хут çĕлен) тăвап та, çӳлелле вĕçтерсе ярап. Я устрою птицу (бумажный змей) и пущу ее по воздуху. Юрк. Туса пĕтерсен: епле пур япалине те аван турăм-ши, тесе, шухăшласа пăхкала пуçланă. || Сшить, связать. Янш.-Норв. Кăçал хăй валли виçĕ кĕпе, арçын кĕпи виççĕ, тата хĕрлĕ йĕм иккĕ турĕ (сшила). Дик. леб 43. Вăл çипрен çиелтен тăхăнмалли вăрăм çанăлă вунпĕр кĕпе çыхса ту. || Обрабатывать, производить. В. Олг. Онăн çĕр пор: тырă туат, вутă туат. || Скосить и убрать (сено). N. Утă турăр-а? N. Утă мĕл(л)е турăн? Как ты убрал сено? Календ. Тепĕр çулне çулчĕç, тет те, темĕн чухлĕ утă турĕç, тет. || Сбивать (масло). Урмаево. Хăш куршак сĕтне чăкăт турĕ, тет, хăш куршак сĕтне услам çу турĕ. || Устраивать. К.-Кушки. Пирĕн апата кунта çимелле тумалла. Нам надо устроить так, чтобы обедать здесь. Альш. Ваттисем хăнана кайсан, килте çамрăксем уллах тăваççĕ. Юрк. Пус та туса памарĕ! И колодца не устроил (не нанял вырыть). N. Аннене аван пурăнмалла тăвăр, вăл пире ӳстерчĕ аван. N. Ука тăвăр (складчина?). Нижар. Çак хăтан ĕçкине, такçан та туман ĕçке, килсе курас терĕмĕр. || Совершать. N. Кĕл-туса çӳреççи вĕсем? — йăли анчах. || Составлять. N. Тата сире чăвашла словар тунă теççĕ. Çав словаре, тата ытти хăвăр тунă кĕнекесене мана ярсан, эпĕ уншăн калама çук савăнăттăмччĕ. || Производить. N. Унтан провăд сыпнă тĕлсене изоляци туса тухрĕç. || Варить (пиво и пр.). N. Сăра турăмăр, ака яшки тăватпăр. || Гнать (самогонку). N. Кăмăшка тунă. || Печь, приготовлять. N. Çимĕк иртсенех вырăс эрни кунĕ ирхине теçетниксем кашни килĕрен: ӳчӳк пашалăвĕ тăвăр! тесе, хăваласа çӳреççĕ. || Родить. ГТТ. Ача тăваймасăр вилекен те пур (случается, что и умирают). Буин. Ача туман арăм (чирпе пăсăлнă арăм) хурланать. Упăшки пит пăшăрханать. N. Тата йинке ача турĕ. N. Ача тума тытăннă. У нее приблизились роды. Ст. Чек. Хĕр туни, ывăл туни? || О животных: отелиться, ожеребиться и пр. Скотолеч. 28. Ĕне темĕн чухлĕ лайăх пулсан та, пĕтĕ чухне начар çитерсен, тĕреклĕ пăру тăваймĕ. Чаду-к. Сысна тăвать вуникĕ çура, сутатăп, укçипе пĕр кĕсре илетĕп, вăл кĕсре кашнă çул тьыха тăвать. НТЧ. Çакă ĕнене сĕтлĕ-çуллă ту, кашни çул пăру тумалăхне пар. (Моленье ĕне ырри). || Приносить плод. Баран. 102. Çапла (например), шĕшкĕ çулсерен чечеке ларса темиçе çулччен мăйăр туса тăрăть (приносит орехи). ПВЧ 123. Укушка умĕнчи улмаççи, улма тумасть-мĕн усси? N. Картара омлаççисем омла туса-и, туман-и? Якейк. † Ати карти пилешлĕх, пилеш туман торат çок. Ib. † Ати карти — сат карти, оммине тумаçть — мĕн осси? Шинар-п. Вăрманта çулла шĕшкĕсем мыйăр тăваççĕ, тата юмансем йĕкел тăваççĕ. В. Олг. Омла ту (о яблоке), тьыха ту, пăру ту, потяк ту и т. д. || О новом месяце. N. Çĕнĕ уйăх тунă. Нюш-к. Пирĕн уйăх туни виç кун çитрĕ, уйăх туни ик эрне ĕнтĕ, уйăх тусан çăмăр çăвмалла, теççĕ. || Coire cum fem. Буин. и др. || Совершить что-либо. Тораево. Карчăк тухнă, тет те, хăвалама (преследовать) тапратнă, тет; курчĕ, тет те, кăшкăрма тапратăрĕ, тет: турăн мана, çука юлмала турăн пĕтертĕн (погубила ты меня?) тесе кăшкăрат, тет. || Справлять, праздновать. Юрк. Атьăр халĕ паян, аслă уяв туса, пĕрер курка ĕçсе пăхар, тесе чĕнет. N. Сорхори контах турăмăр. N. Эпĕ килтех çăварни турăм. ЧС. Пирĕн таврара сĕрене мункун икĕ кун тусассăн виççĕмĕш кунĕнче, кăнтăрла иртсен, каяççĕ те, тепĕр ирччен çаплах çӳреççĕ. Абаш. Ачасене çимĕк тума (çăварни, сорхори тума) яраççĕ. || Почитать. N. Аттене атте тăвас, хунчăкама хунчăка тăвас. Лайăхрах пăхса ярас. || Приносить в жертву. N. Сан ачу йĕрĕхрен, сана вăл пĕр така тумасăр та каçарас çук, тет. || Наговорить, заговорить. Альш. Çын туса панинчен вĕрес. N. Тухатмăш тума пĕлекен çын курайман çынна час-часах пĕтерсе хурать. Май килсен е хăйне, е лашине, тата ытти япаласене те туса парат. Кан. Ну, карчăк, ан куллян! Куç турăмăр! тесе çухăрса ятăм. || Совершать обряд. N. Пирĕн ялта кашни çул чӳк тăватчĕç (совершали „чӳк“). || Уговаривать. Ала 2. Çапла туса-туса çӳреме вĕрентсе пулĕ-и, тесе, ĕмĕтленетĕп (надеюсь, но не знаю, удастся ли). || Выдвигать. Альш. Çынна мĕн тăвин — чĕлхе тăват. Главное для человека — уменье говорить. || Выставлять, выхвалять. Альш. Ялан та хăйсенне авантарах туса калаçаççĕ (выставляют с хорошей стороны). || Приставлять (к чему). Янтик. Хăлхине çтена çумне турĕ те, тем илтелерĕ. || Превратить, привести. Орау. Эпĕ ăна питне-куçне чĕп-чĕрĕ юн тăвăп.— Турăн, вилним вăл, сана чĕп-чĕр юн пуличченех хĕнеттерме, ай кăшкăрма çăварĕ çук-и? ТХКА 94. Тытса чарми лашине çапса утми турăмăр. Регули 1056. Шорăран хора полчĕ, пусăкран пĕчĕккĕ турăм. Ала 12. Эпĕ сана хĕпĕртемĕлле тăвăп, а лешне, асту, хурланмалла тăвăп. || Повернуть (к чему). Емелкке-Т. Хăлхăна ман енне туса тăр. Стой ко мне ухом. Ib. Питне ман енне ту. Повернись лицом ко мне. Ib. Çурăмна ман енне ту. Çĕнтерчĕ. Çурăмне кантăк патнелле туса сĕтел хушшине чăлха çыхма кĕрсе ларать. ТХКА 49. Ачасем, ак çапла. Кашкăрсем тапăнсан, виçсĕмĕр те пĕрле, çурăма, ĕнсене пĕр-пĕрин енелле туса тăмалла. Кашкăрсем пире хыçалтан, ĕнсерен ярса илсе туламалла ан пултăр. || Уложить. N. Пырсассăн, пурттине е кусарне юхакан шыв çине çивĕччине çырма пуçнелле туса пăрахаççĕ. || Наладить, устроить. N. Вĕсене куçнă чух пулăшас пулать, вĕсем хăйсем вăйĕпе анчах пурăнăç тăваймĕç! Кан. Мĕнле те пулин пирĕн пата та кино уйăхра пĕрре çитсе тăракан тăвасчĕ. || Изменить что-либо. N. Килнисене кӳрт, нимĕн те тума памăпăр вĕсене, тенĕ. || Решить, принять решение, присудить. В. С. Разум. КЧП. Шемекке (Шемяка) чула курать те: укçа пулĕ, тесе, хĕпĕртет. Çавăнпа Шемекке чухăн енелле тăвать, утне чухăна парать, хӳри ӳссе çитиччен; курпуна кĕпер çинчен чухăн çине сикмелле тăвать. К.-Кушки. Хулана кайма турĕç. Решили итти в город. Альш. Канаш туса хатĕрленеççĕ. Юрк. Пама тумаççĕ. Не решаются выдать (замуж). Ib. Апла пулсан, сирĕн сăмахра итлесе, унта кĕме (поступить) тăвам. Ib. Ĕлĕк тепĕрне илесшĕнччĕ; вăл пымарĕ, тепĕр çынна качча кайма тунă иккен, эпĕ ăна пĕлмесеттĕм. N. Вĕсемпе вăрçма туман. С ними не решили сразиться. Орау. Эпир паян пурсăмăр та киле кайма турăмăр. Якейк. Паянтан малашне ун пек калаçмалла мар турăмăр. Демид. Кăсем кунта ларма тумаççĕ: кунта пысăк шыв, ачасем шыва кайса пĕтĕç, теççĕ. Юрк. Унтан ĕлĕктерех тепĕрне çураçма тусаттăм, вăл тата ĕлĕк хăй савнине сăмах пĕтернĕ пирки пыма тумарĕ. Ала З. Çавна каласан, хĕрне кăлармалла тунă, тет. N. Çавăншăн вĕсем ăна пухăва хăйне чĕнтерме тунă. N. Кӳртме турĕç. N. Ăна сут пилĕк тенкĕ штрав турĕ. || Предназначать. N. Мĕншĕн çак куна курмалла тунă-ши? || Наживать (имущество, деньги). Орау. Эпĕ турăм, вăсам та манран ан юлччăр, çавăн пекех туччăр. Юрк. Каскалама кайса çӳресе укçа тăват. Б. Олг. Пасара антарнă япалая сотас полат, окçа туас полат. Ст. Ганьк. † Ик сар-кайăк эпĕ тытрăм, ик-çĕр манит тумашкăн. Юрк. Ку, пĕр çав ĕçе пĕлсен, ыттисем кĕрешме хăранине курсан, çынсем умĕнче; эпĕ кĕрешетĕп, тет те, 25 тенкĕ, лаша сутса тунă укçине, çĕре кăларса пăрахат. Ib. Çав пуçтарса тунă укçасенчен... N. Хăш чухне юрлă арăмĕн юлашки тенкисене саклата хурать те, пуян валли эрех илме укçа туса каять. || Сделать наклад. N. Хусана килсе хама таккулăхах пилĕк тенкĕ туса каяп (израсходовал без пользы). || Относить к чему. ГТТ. Кунтисем çинчен çырнă çырăвăмра эпĕ кунтисене вир-ялсенчен пайтах уйрăм халăх туса çыртăм. || Капк. А мĕн тăватпăр мĕншĕн хупнипе? А зачем вам знать, почему она закрыта. Регули 53. Он каймалипе мĕн тăвас пирĕн. || С подражательными словами — издавать, производить. Альш. † Чĕнтерлĕ те кĕперсем чăлт та тумасть, йĕс таканлă утсем каçмасан. N. † Виç кĕпер те хут кĕпер, епир каçса килнĕ чух, кăптăр-каптăр тăва юлчĕ.|| С предшествующей частицей „пек“ — делать вид, притворяться. N. Çул çинче тилĕ вилнĕ пек туса выртать, тет. Бес. чув. 2. Лаша унта кăшт çăмăлтарах пулмĕ-ши, тесе, çул аяккинелле туртса пăхам пек турĕ. Юрк. Вĕсенĕн килĕ-çурчĕсене хăне сутнă туса хут çыртаратчĕ. Альш. Юратат ăна (его) вăл, сăмах шанат, пĕрлĕ ĕçнĕ-çинĕ те тăват унпа. N. Азов хулине иртсе кайнă пек туса (притворившись), тӳрем çĕрелле пынă. Юрк. Вăл каллех, тусĕ хăйĕнчен кулат пулĕ тесе шухăшласа: эй, пире юрат-çке, тет, хăйĕнчен хăй ирĕксĕр кулăш пек туса. || Быть принятым. N. Сат картинчи сарă омлине ме татмала тунă-ши (принято срывать)? || Употребл. в соедин. с причастием наст.-прош. времени: ӳкекен ту, ыратакан ту. || Употребл. в чувашизмах. Альш. Вăл епле пурăннине те, калаçнине те итлесе тусах ларман çав эпир. Янтик. † Чатăр картăм улăха, типтĕр, терĕм, хĕвелте, типмерĕ те тумарĕ. ЧС. Вăл вилес-тусан, епле пурăнăпăр-ши, тенĕ амăшĕ чирлĕ чух. N. Ку хирте тырра лайăх ӳстерекен çемçе тăпрана юхтарса кайнă анасем çаралса юлчĕç.— Мĕн тăвассу пур, теççĕ, тыррăна çапах акас пулать. N. Тунăлăху-мĕнӳ!.. Ты ничего не можешь делать (не способен). ГТТ. Куçарас-тăвас тĕлĕшрен ниçтах та юрăхсăрах тунă-хунă мана (нашли меня плохим переводчиком). П. И. Орл. Çапла... Çакăн чул-ха пĕлни-туни (пока узнал только это). Альш. Сĕтел çитти сарăлмас та, тумас та, тет. Торп-к. † Ытармалла мар сана, тытрăм-турăм тотине. || Выращивать. Эпир çур. çĕршыв 14. Эсир çимĕç пахчинче мĕн лартса тăватăр. N. Акса ту, лартса ту. || Ачач. 83. Пилĕкне явса тунă пиçиххи çыхнă.

туйăн

тойăн (туjы̆н, тоjы̆н), чувствоваться, ощущаться; стать заметным, ошущительным. ТХКА 113. Этем пурри туйăнмасть кунта. Кан. Алупкăра çĕр чĕтренни туйăннă. N. Ыррăн тойнать. Приятно чувствуется. Юрк. Тăванçăм, сан аванни курăнчĕ, хам чун савни туйăнчĕ (я почувствовал, какова моя к тебе любовь?). N. Çапни туйăнмарĕ. Орау. Темскер, аяк пĕрчи ыратнă пек туйăнса çӳрет-ха ман. Кан. Пасарта пулнăн та туйăнмарĕ. N. Чупса-чупса çырла тупрăм, ялан йĕçĕм-çырлин туйăнчĕ. || Казаться, чудиться; показаться. ЧС. Луçа çапла кăкарса тытнине курсан, мана пуç темĕн пек шел туйăнчĕ (дальше; шелĕн туйăнчĕ). N. Пулассăн çук туйăнатьчĕ. Хăр. Паль, 14. Тухтăр килни-мĕнни туйăнмасть. Орау. Яланах тахăш килнĕ пек туйăнать (все чудится, что...). Ib. Алла тытса пăхсан, темскерле, тир айĕнче ӳт хытса ларнă пек туйнать (под кожей прощупывается затвердение). Ib. Кĕç-вĕç персе анассăн туйăнса çӳрет. N. Питĕ пӳрт пушă пек туйăнать, таçта кайнă пек туйăнать. N. Мĕлле, эпĕ киле пырассăн тойнап-и? N. Çĕр каçиччен çĕр каçассăн туйăнмарĕ, виçĕ çĕр тăршшех пулчĕ пулĕ. Етрух. Сире çапла калани суя пек туйнать пуль. N. Вырăн пит начар пекех туйăнмас. Кн. для чт. 49. Анчах вăл килесшĕн туйăнмасть, пит хытăскер вăл. Ала 54 . Çак пĕр сехет маншăн пĕр çулталăк пек туйăнчĕ (показалось целым годом). В. Буян. Вĕл-вĕл чечек, вĕл чечек, вĕлле çинчен сарă чечек вĕçсе анассăн туйăнать. Орау. Хама хам тем чул çияссăн туйăнчĕ. N. Сире епле пек туйăнать. Как вам кажется? N. Епле тусан ырă пек туйăнать хăна, çапла ту. N. Иртсе кайнă çын Якор пак туйăнчĕ, хам коримарăм та.— Çок, сана ахаль он пак туйăнчĕ (показалось, будто он). N. Кĕçĕр лайăх çывăрса каяс пек туйăнать те, темле пулать. N. Кĕç персе анассăнах туйăнать (что упадешь, о себе). Орау. Мана та çапла пек туйăнать çав. Чотай. Çакă яла ял темĕн, çитрĕмĕр те кĕтĕмĕр — хола хошшин тойăнчĕ. Чт. по пчел. № 17. Тем, ĕçлет пек туйăнать. Кажется, что поработает?

туй

той (туj, тоj), свадьба, свадебный церемониал, свадебный пир. Н. Седяк. Чăвашсем туйсене çимĕкре тăваççĕ. Туй тăвас умĕн çураçнă хĕрпе каччă венчете кĕреççĕ. Венчет тăваççĕ çимĕкрен маларах. Унтан вара хăтапа хăта туйсене кăçан лартассине шухăшлаççĕ. Обыкновенно каччă ашшĕ хĕр ашшĕ патне килет канаша (на совет). Çак канаша „пăлчал“ теççĕ. Арçын туйне, хĕр туйне кăçан лартассине шухăшлаççĕ. Хĕр ашшĕ каччă ашшĕне ăсатнă чух, çураçнă хĕр вĕсене парне парать те, ӳксе пуççапать, лешсем хăй кинне пахиллеççĕ. Пуççапнă чух, çураçнă хĕр вĕсен урисене тытса пуççапать. Парнисем кĕпепе сурпан пулаççĕ, çак парне панă кĕпе-сурпанпа пӳртри çынсем тутисене шăламçи пулаççĕ. Хăта пăлчал илсе таврăнать килне. Ib. Туй лартни çыннисем пухăнсан (когда соберутся участники свадьбы), пурте турă умне çурта çутса кĕл-тăваççĕ. Унтан вара авланакан ача (жених) ашшĕнчен пуççапса пиллĕх ыйтать. Ача ашшĕпе амăшĕ пиллеççĕ. Туй çыннисем вара кĕлете туй лартма каяççĕ пурте. Туя кĕлетре пуçлаççĕ, унта та сăра, эрех, яшка-çăкăр пулать. Кĕлетре туй пуçĕ туй çыннисене пахиллет те, мăн-кĕрӳпе пур туй çынни юрла пуçлаççĕ; шăпăрçă шăпăр калать. Кĕлетре виçĕ пар ташлаççĕ, тата нумай урăх юрăсем юрлаççĕ, унтан вара пӳрте кĕрсе туй тăваççĕ. Туй кӳртес текен çын пырса туй пуçне илсе каять хăй патне, туй çыннисем кайран тин каяççĕ урăх килле. Пĕр килĕрен тепĕр килле куçнă чухне, туй пуçĕ хуçа сĕтел çинчен çăкăрпа чăкăт улăштарса илет: вăл çур çăкăр хурса пĕтĕм çăкăр илет; чăкăтне те çапла тăвать. Туй пуçĕ çăкăр тултарма такмак çакса çӳрет, такмак тулсан хуçа килне кайса пушатать. Ялти хурăнташсем патне çӳресе пĕтерсен, хăти патне каяççĕ лаша утланса, ялта çӳренĕ чух та утланса çӳреççĕ. Хăти патне 20—30 çын каяççĕ. Хăта хапхине укçа парса уçтараççĕ, укçасăр уçмаççĕ. Теперь хĕр (невесты) хурăнташĕсем арçын туйне хăйсем патне илсе каяççĕ. Хĕр ашшĕ арçын туйне ăсатать хăй патĕнчен. Арçын туйĕ тухса кайсан, хĕр туйĕ хатĕрленет кайма пĕтĕмпе. Хĕр япалине тиеççĕ, арчине, тумтирĕсене, пурне те тиеççĕ. Арча çине хĕр шăллĕсем ларса каяççĕ. Хĕре леçме нумайăн каяççĕ: 25, 24, 26 çын. Хĕр туйĕ хăта патне пырсан, арçын туйĕ тухать те, хĕр куми тавра виç хут çаврăнать, виççĕмĕш хут çаврăнсан кĕрӳ каччи хĕр кӳмине нухайккипе пит хытă çапать, вара арçын туй кĕрет килне. Хĕр туйне кӳртеччен хӳме витĕр пăшал переççĕ. Чир-чĕр кайтăр, усал кайтăр, теççĕ, вара хĕр туйне хăта кил хапхи уçса кӳртеççĕ. Хĕр кӳми пӳрт умне пырса чарăнать, хĕрĕ кӳме ăшĕнче урисемпе хытă ларкăча тапса ларать. Туй курма пынă хĕрсенчен пĕрне кӳмере тапса ларакан çураçнă хĕрĕн урине ĕçерме хушаççĕ. Çавна вĕçерсен, хĕр кӳме ăшĕнчен тухать те, урисене туртакан хĕре çĕрĕ е укçа парать. Хĕр пичĕшĕ хĕре урапа çинчен çĕклесе антарать, кĕру-каччă хĕрпе, хăй арăмпе, ытакласа пӳрте кĕрсе каяççĕ. Пӳртре упăшки турăш патĕнчи сĕтеле каять, хĕрĕ тĕпелти сĕтеле каять. Пӳртре пăртак туй тăваççĕ те, япаласем кӳртме кĕлете каяççĕ. Хĕр япалисем çинче унăн шăллĕсем лараççĕ. Вĕсене, кĕрӳ-каччи (йыçнăшĕ) укçа парса япаласем çинчен антарать, унсăрăн вĕсем анмаççĕ. Хĕр япалисене хĕр инкĕшĕ хатĕрлесе тăрать, кĕрӳ-каччи кӳртет кĕлете. Кӳртсе пĕтерсен, арăмĕпе иккĕшĕ те кĕреççĕ, унччен унта яшка-çăкăр хатĕрленĕ пулать. Кĕлетрен кăларсан çĕнĕ-çынна яшка пĕçерттереççĕ, шыва яраççĕ. Çаксене туса пĕтерсен, туй пĕтет. Хĕр кӳме килекенсем анчах туй туса çӳреççĕ. Хĕр кӳме килекенсене ăсатсан, туй тăнчă пĕтет. N. Арçын туйĕ, свадебная церемония, совершающаяся с жениховой стороны; хĕр туйĕ — то же с невестиной стороны. Ильмово. Çав пӳртре арçын туйĕпе хĕр туйĕ пĕрлех пулать. Изамб. Т. Хĕр туйĕпе арçын туйĕ пĕр кун пуçланат. СПВВ. ПВ. Туй тенĕ çĕре тукмак йăваланать, праçник тенĕ çĕре выртан каска хускалнă, тет. (Послов.). Собр. † Туйăн ывăлĕ тункати, хĕр парса та хĕр илмест. Ст. Шаймурз. Çитсен, туя кĕреççĕ (на свадебный пир). N. † Туйра кашта авначчен парне кӳртсе çак-и-ха? Альш. Вĕсем тухса кайтарасшăн мар, тет: ил çураçса туйпа, тет. N. Ыран Иван туй пуçтарат, тет. (Такмак). N. Той патне кĕр, зайти на свадьбу. N. Той варĕнче йăлт-ялт, йăлт-ялт сиксе çӳрет (пляшет). НАК. Туй тесе ывăл авлантарнă чухнехине калаççĕ, шыльăк тесе хĕр панă чухнехине калаççĕ. N. Пит вăйлă туй тăваççĕ. N. Ыран туй тумалла тенĕ чухне лашине сĕлĕ çима пӳлмене кĕртсе янă, тет. Альш. Ача-пăча туя курма каймасăр: туя тукмак йăваннă, тесе калаççĕ, теççĕ. Курм. † Туин, туин, туй анать, пирĕн Ваçли туянать, пирĕн хăнча туянас. Ст. Чек. Кĕрӳ хăй туйĕнче ташласан, арăмне йывăр килет, тет. Ав Шаппук хăй туйĕнче ташларĕ, тет те, арăме çулталăкченех вилчĕ, тесе, сăмах кăларчĕç. Тĕрĕссипе акă мĕнле пулнă. Куртьтян хăй туйăнче акăшсем патĕнче ташлама тытăннă та, акăшĕ пырса: Куртьтян, эй арăмна вĕлересшĕн-и? ан ташла, тĕсе сĕтĕрсе карĕ, тет. Альш. † Туйăм, туйăм, туй иккен, туй илемĕ çак иккен. N. Кун пек туйсенĕн ăрасхучĕ пĕр çирĕм пилĕк тенкĕрен нумаях ытла пулмасть. N. Вăлă туй туса памари? Ерк. 149. Ахăрттарать яш-кĕрĕм, пуçĕнче туй сĕрĕм. N. Туй хускалать. Начинается свадьба. || Свадебный поезд. Орл. II, 248. Пысăк ялтан пĕчĕк яла туй килет. (Кăвар кăларни). Ала 85. Туй тавăрăнсассăн, темĕн чухлĕ халăх пухăннă, ял-йышсем пухăннă, пурте ĕçсе-çине, савăннă. Ib. 82. Унта ана ĕçтерчĕç, çитерчĕç, тет, унта туй кĕмелле турĕç, тет. Сред. Юм. Туй хапха айне çитсен, кĕрӳ кĕпи çĕлемеççĕ она. (Говорят, если за что-нибудь примутся поздно). Изамб. Т. Танлисна (= Таниле йысна) кинĕ патне Арланкассинчен туй килет, темест-и? Ала 81°. Ваттисем ĕçрĕç, тет, çирĕç, тет, хăççан туйпа килессине каласа хучĕç, тет. Тим-к. Пичĕш панче туй ӳкĕ, шăлнĕ панче çĕр выртĕ. (Пичĕшĕ — кăмаки, шăлнĕ-вучаххи). || М. Сунч. Масар çине çитсессĕн, пытарнă вырăна хĕрессене ватса вут чĕртеççĕ те, йĕри-тавра ларса хыва пуçлаççĕ. Хывнă чухне çапла каласа хываççĕ: пил ту, (ят) ачам, сана асăнса килтĕмĕр, пурăр та пил тăвăр. Ватти-вĕтти, пурăр та (ят) туйне пырăр, пымасăр пĕри те ан юлăр. (Çиччĕш). Чăв. 31. Атя туя! Так зовут покойника на поминки. Ib. Ахаль ташламасăр, юрламасăр тăрсан (на поминках), вилнĕ çынсем ирĕк илеççĕ, тет; вăлсем ташлаççĕ, юрлаççĕ, тет; çав кама пумилкке тăвакан çынна хĕнеççĕ, тет: санăн туйă çапла-и? Ни юрлакан çук, ни ташлакан çук, тесе. Çавăнтан пĕртте ахаль тăмасăр ташлаççĕ, юрлаççĕ. || Празднество. СПВВ. ФН. Ака туйĕ — тырпул праçникĕ. См. ака туй. || В перен. знач. Туперккульос З2. Чăваш çынни театтăра та юратать, анчах ăна вăл туй е камит тет. Альш. Вăл (коновал) кунталла киле-киле каят: ĕçне тăват та, ĕçсе, ӳсĕрĕлсе туй туса каят. || „Собачья свадьба“. Курм. Йытă туйĕ. Орау. Йытă таçта çухалчĕ-ха, туя кайнă курнать. || Узел. Шигали. Чĕр туй, живой узел; вил туй, мертвый узел.

туйлă-суйлă

шумно, весело. Менча Ч. Çак кĕтсе тăран ĕçке хурăнташ-ăрупа, пĕлĕш-тантăшпа, тус-йышпа, ял-йышпа, кин-хĕрпе, ачам-пăчампа, тарçăм-тĕрçĕмпе, ватăм-вĕтĕмпе савăнса чипер кĕтсе илсе, чипер ывăллă-хĕрлĕ, туйлă-суйлă ирттерсе яма парăсăнччĕ, ырă чӳклемĕм.

туй таврашĕ

назв. духа. Ст. Яха-к. Маçилке çапла хăй пĕлнĕ киреметсене пурне те вуникшер юсманпа, чи каяранхинче туй таврашне çитмĕл çичĕ юсманпа чӳклет... Эй туй таврашĕ, çитмĕл те çичĕ тинĕсре туй пуçлăх пулса пурăнакан, çак кил-хуçи тинĕс тĕпĕнчи пекех туй туса кин илчĕ; эпир сана мехил çитменнипе час чӳклеймарăмăр, вăхăт çитрĕ, чӳклетпĕр ĕнтĕ, тархасшăнах эсĕ çак кине çăмăллатсам. (Туй таврашĕ тасаттарни). N. Туй таврашне (духу) чӳклеме тытăначчен, ытти кĕçĕн киреметсене чӳкленĕ юсмансене уйрăм урăх чашăк çине пухса хучĕ. Тата çав юсмансенченех кашни киреметне уйрăм чӳкленĕ пĕрер юсманне (= юсманĕнчен?) чĕпĕтсе илсе, пĕр сăра курки çине хучĕ (старуха).

туят

тоят, сл. неопр. значения. Тораево. † Туят-туят туянчĕ, пирĕн (каччи ятне каламала ку тĕлте) туянчĕ, пирĕн хăнча туянас. (Свад. п.). Б. Хирлепы. † Туят-туят туянать, туянакан туянать, çак хушăрах туянать, пирĕн Якку туянчĕ. (Свад. п.). В. Олг.

тултар

(тулдар), наполнять. Орау. Туллиях тултартăн-и? — Çурри ытларах.— Туллиях тултарас пулать. СТИК. Ĕне мĕн пурăннăçем сĕтне хăпартат, малтанах куркана та тултараймасчĕ, халĕ çак витрене тултарса пырать (чуть не полно дает в это ведро). Сунт. Кун каçиччен çĕр çын ытла кĕрсе тухать те, урайне пĕтĕмпех тултарса хăвараççĕ (сорят). N. † Аттен пӳрчĕ пусăк пӳрт, хамăр килсе толтартăмăр. Ст. Чек. Сĕтел тулли ĕçкĕ-çикĕ тултарса лартнă. N. Темскерпе тултарнах паян ман пуç (тяжесть в голове). || В перен. знач. ПВЧ 90. Атти пӳрчĕ, ай, аслă пӳрт, тултариччен, ай, юрлам-и, тулса çитсен, тухам-и? N. Ати пӳрчĕ шурă пӳрт, янрать, янрать, янримасть, эпĕ юрлам янрамала, тултариччен юрлам-и? Ачач 68. Таврăнасса каллех ăшчиккине тултарса таврăнчĕ. || Насыпать полно, доверху. Кан. Авăртма пынă çынсен çăнăхне вăрттăн тултарать. || Довесить. Толст. Ашне начаррине панă, тет, çитменнине тата виçине те тултарман, тет. || Завалить. ТХКА 41. Хура кĕсрене шăтăка йăвантарса ятăмăр. Çăхансем кăранклатса вĕçсе çӳреççĕ. Кĕсре çине тăпра тултартăмăр. || Набивать. О сохр. здор. Пысăк шăтăк алтса, тĕпне те, пур аяккисене те тăм тултарса, питĕ хытă таптаса пирчетес пулать. || Наливать. Альш. Лешĕ пĕр çăпала сĕт илет тултарса, сапат кăна хырăмĕнчен. СТИК. Стайккари шыва тултарах тăратпăр (никогда пустой не стоит). Ib. Çула пирĕн, пахчари çимĕçсене сапма тесе, пусăри шыва стайккапа тултарса хĕвел çинче ăшăтаççĕ, çав шыва вара кирек ăста та тыткалатăн, мĕн чакнă, ăна çĕнĕрен тултаратăн, çавна вара çапла калаççĕ. || Надувать (о снеге). N. Пирĕн кил-карти çумне юр пит тултарчĕ-и? Тултарнă пулсан, лепе уçкалăр-ши? N. Ĕнер питĕ нумай юр тултарса хунă. N. Юп хушшине юр тултарнă. || Выплатить сполна. Сред. Юм. Аллă тенкĕ холăм толтарнă. Пятьдесят рублей калыму сполна выплатили. Юрк. Вăл укçисене хулăн укçи тултарма тесе параççĕ. || Вымнеть (близка к растелу). N. Кĕсрӳ пит тултарчĕ ĕнтĕ. К.-Кушки. Пирĕн ĕне тапратса тултарчĕ ĕнтĕ, час пăрулат пулмалла. || Удовлетворять. КАЯ. Эпир, айван ывăл-хĕрсем, ним пĕлмесĕр ĕлĕк сурăм киремĕтне тултармасăр çапла пултăмăр пулĕ. (Из моленья киремети). || Выложить (о дровах). N. Вутă тултараймарĕç виçĕ аршăна. || Исполниться (о возрасте). N. Хĕнпе ӳссе хĕр пултăм, вунçич çула тултартăм. Ачач 22. Тимуш пуçĕнче тата, ӳссе пысăклансассăн та манмалла марскер, çав хăй вуниккĕ тултарачченхи вăхăтран тепĕр самант пит çирĕппĕн ларса юлнă. N. Виçĕ çул тултарсан, килĕп курмашкăн. || В качестве вспомогательного глагола. Алик. † Эпир сӳрес сӳрине чăхсам айне лартрĕç те, чăхсам сысса тултарчĕç. (Солд. п.). N. Халĕ те ярса тултарман-и-ха? Панклеи. Потран татса толтарсан (когда нарвали борщовник), арăмсам киле тавăрнчĕç. Изванк. Тул çутăлсан, икĕ урапа кӳлчĕç те, лашасем тавра пĕтĕмпех пирсем çакса тултарчĕç, килкеписене те пирсенченех турĕç. (Похороны). Б. Яныши. Старик пулă нумай тытса тултарчĕ, тет те, киле таврăнать, тет. Чураль-к. † Эпир каяс çул çине йĕтĕн акса тултарнă; эпир илес сар хĕрсене елек парса пĕтернĕ. N. Касса кĕрсе пӳрте йĕри-тавра йывăçсем лартса тултаратпăр. Унтан çулса кĕрсе урайне пĕтĕмпе курăк сарса тултаратпăр. N. Ĕçсе тултараççĕ те, çапăçма тытăнаççĕ.

тултаркала

учащ. ф. от тултар. Йӳç. такăнт. 35. Чипер тултаркала çак эсĕ, ан тăк.

туллăх

полный, переполненный до краев. ЧП. Атăлĕсем туллăх, ай, пулчĕ те, каçаймарăм леш енне. Ib. Атăл туллăх юхнă чух. Буин. † Атăлĕсем туллăх та, шывсем сулхăн, ишес пусан, епле те ишем-ши; уйрăмах та çуралса, пĕрле ӳссе уйăрăлас пусан, епле те уйăрăлам-ши. Альш. Кăçалхи çул шыв пит туллăх, çырансем епле чăтрĕç-ши? || Достаток, изобилие. Менча Ч. Тĕкĕнчен, çăмĕнчен (скотины) те пулин (также?) туллăхне парăсăнччĕ, тет; пăхĕнчен те пулин самăртăсăнччĕ. (Моленье „чӳклеме“). N. Вĕсем санăн çуртăнти туллăхпа тăранĕç. N. Çак çуртăн туллăхĕ. || В изобилии. N. Туллăх парать, дает в изобилии (мĕн кĕленĕ, çавна). N. Çыншăн хута кĕрсе хăй çине шанчăк илни туллăх тăракан çынсенех пайтахăшне тĕп тунă. || Полностью. Регули . Толлăхах (толмалах) сапларĕ.

тула

(тула), терзать, рвать, трепать. Толст. Кашкăр вара ăна (собаку) туласа пăрахса тарнă пулмалла. Кан. Çынсене чĕп-чĕр юн тăвичченех туласа яраççĕ. СТИК. Йытă туласа пăрахрĕ. Собака кинулась, уронила жертву и значитьельно повредила. Ib. Пирĕн кушака такшин мур йыттисем туласа пăрахрĕç? N. Йытă тытрĕ те хай кушакка тула пуçларĕ. Кушакка туласа вĕлерчĕ. Истор. Тата çитменнине упа хăшне-хăшне туласа тăкать. Ядр. Чĕпĕ сассине хур-аçи илтрĕ те, ман пата тулама чупса пычĕ. Ст. Чек. Тырăсене çил туларĕ. Çĕнтерчĕ 20. Ăна туласа пăрахас. II Разомчать, понести (о разъярившейся лошади). См. ĕрĕх. Альш. † Ула лаша вылят-çке, чĕлпĕр кĕске — тулат-çке. N. † Турă лаша тулать-çке, лайăх хăмăт ытать-çке. N. † Хура вăрман урлă эп каçнă чух хура лаша тула пуçларĕ. Шел. II. 64. Тăвайккинчен аннă чух пуçларĕ лаша тулама. КС. Лаша туласа карĕ. Хурамал. † Укăлча хапхинчен тухнă чухне кӳлнĕ лаша тула пуçларĕ. ЧП. Хура вăрман виттĕр тухнă чух хура лашу тула пуçларĕ. Альш. Таçтан туласа килнĕ, тет те, кусем, хĕресе пырса перĕнсе çакланнă, тет. Ой-к. Хай çĕлен (змей) Иван патне туласа пыч (яростно, сердито) те, калать: çап мана, Иван, малтан, тет. Ск. и пед. чув. 9. Сехри хăпса тухнипе урхамахăм сикрĕ те, илчĕ кайрĕ туласа, пĕр енелле çавăрса. || Вертеться сильно (о крыльях ветряной мельницы). Изамб. Т. Шăтăр-шăтăр арман сасси, арман туласа каймас-ши? Ib. Арман вăйлă çилпеле туласа каят (начинает быстро вертеться). || Бушевать, дуть (о сильном ветре). N. † Вăрман варĕнче çамрăк çăка, çил туламан кун иртмес (не проходит дня, чтобы буря не гнула ее). Никит. Çак вăйлă çил сирĕн пӳрте туланă пек, сире тулаççĕ, сире турткалаççĕ (коштаны). N. Кĕçĕр çĕрĕпех çил туларĕ (бушевал). N. † Урам варĕнчи хурăна çил туламан кун иртмес. Тюрл. Ай-ай çил паякăн питĕ тулать (сильно. дует). КС. Тăвăл туласа карĕ (о порыве бури). СТИК. Çавраçил туласа иртсе кайрĕ. (Гов. о вихре). Турх. Çил урнă пек туласа, хăвăрт иртмест, чарăнмаст. || В перен. знач. Юрк. Пĕрне пĕри тулаççĕ. Треплют друг друга. Ib. Пĕрне пĕри туланине, çаратнине те курмаст. || Грабить, силой брать, отнимать. N. Ĕçленĕ ĕçне ют çынсем туласа ан илччĕр. N. Тĕрĕс мар çине ан шанăр, туласа илме ан ĕмĕтленĕр. Юрк. Памасан, пурĕ-пĕр туласа илетĕп.

тулаштар

понуд. ф. от тулаш. СТИК . Çак йытăсене тулаштарар-ха, хăшĕ вăйлăрах.

тулуй

лишний; долой (русск.). Альш. Тарçи калат, тет, пупа: эсĕ мана вăрçсан, эсĕ ху килĕнтен тулуй пулăн, тет, эпĕ сана вăрçсан, эпĕ çак килтен тулуй пулăп, тесе калат, тет.

тулли

толли (туλλиы, тоλλиы), полный, наполненный до краев. Шинар-п. Сасартăк манăн атте кил-хушшинчен чупса кĕчĕ те, пӳртри тулли витрене йăтса туха пуçларĕ. N. Çавăнпа вĕсен çурчĕ те тулли курка пекчĕ. Янш.-Норв. Стел çине пĕр тулли витре сăра лартаççĕ. Собр. † Тулли хуран çаксассăн, нумай çиет тииĕççĕ. N. Шкулсем рурте, хурт вĕлли пек, тулли тăраççĕ. Кратк. расск. 15. Пĕр хăмăл çичĕ тулли тутă пуçах кăларнă пек. СТИК. Ку хĕрарăм тулли çӳрет (çак хĕрарăм тулнă, беременная). N. Кĕрӳсем тумланнă вăхăтра пӳртре кĕтсе лараççĕ, тулли япаласемпе, ĕçкĕпе (scr. ĕçтепе). N. Сĕтел çине тулли япаласем лартаççĕ. Юрк. Мĕн ĕçпе çакланасси-мĕнĕ, леш тĕнчере пурăннă чухне çынсене эрех ĕçтернĕ вăхăтра, кирек хăçан та эрехе шеллесе черккене нихçан та туллиех тултармастăмччĕ. Авă çавăншăн çакланмарăм-и, тесе калат, тет, хăй. Регули 1290. Толлиах толтартăм, толлиах виçсе пачĕ. Орау. Манăн çăварта туллиях шывччĕ, эпĕ нимĕн те калаçаймарăм. Янтик. Пӳлĕмĕнче кĕнеке тулли хăйĕн. N. Халăх хурал пӳрчĕ туллиех. ЧС. Çав кил-хуçийĕн авăн картинче тулли ăвăс ларат. || Полно. Якейк. † Орам толли сăран атă, ман сăран атă йолас çок, тăван ати йолмалла. (Солд. п.). N. Кĕлет тулли çĕр улми выртать, сакай тулли çĕр улми. БАБ. Пӳрт тулли ача, урай тулли путек, сакă тулли тӳшек. (Моленье „Чӳклеме“). Альш. Аннен ачаш чунĕ эп, çӳпçи тĕпĕнчи пирĕ эп, аслă пӳртĕн тулли эп. ЧС. Çулçа çăвар тулли тултара-тултара çие пуçларĕ, тет хайхискер. Сред. Юм. Ăсĕм патне пӳрт толли çын пырса толнă. У них полная изба народу. Ib. Çырма толли йывăç лартса тохна. По всему оврагу насажены деревья. Собр. † Пурçăн туттăр пуç тулли, пирĕн тăвансем куç тулли. Б. Олг. † Торта та толли тор лаши, тортин те тортмин хунь çинче, хорама пĕкĕ хоçăлмĕччĕ; ыраш хăмăл çуттипе киле пер çитрĕмĕр; çичĕ çохрăм вăрманне аран пер тохса çитрĕмĕр — атан атрĕ. Якейк. † Торта та толли хора лаша, айăм та толли хора çона, çонам та толли хора хĕр. Кубня. † Хура варлă тутăр, ешĕл çӳçе, çыхсан-çыхмасан та, пуç тулли. Савнă тантăш хура куç, курсан-курмасан та, куç тулли. N. † Аттепе анне кӳме толли, вырăсла пиçхи пилĕк толли, француз тотри мăй толли. ПВЧ. 126. Çийăм тулли пуставăм, квак пĕлт пулса шуçтăр-и? Абыз. † Симĕс пиçихи пилĕк тулли, пирĕн йăмăксам куç тулли. Ерк. 54. Пурçăн вĕçлĕ алшăли, икĕ сурпан пек ик енчен — парне çакрĕç пӳ тулли ула лаша çилхинчен. Бгтр. Куçăм тулли пичем пур, куçăм хыçне тăрсă юлчĕ. Ау 393°. † Эпир кайса пыратпăр, курса юлăр куç тулли. N. ЧП. Ăйхăм килет пуç тулли. || Нагруженный (воз). ЧС. Тулли лав (полная подвода) тĕл пулсассăн. N. Теччĕ çулĕпе пире хирĕç тулли лав пырат. По тетюшской дороге едет нам навстречу нагруженный воз. || Груз, нагруженный воз. Курм. Толлипа каяççĕ. Якейк. Толлипа пыр (нагруженным возом, пошăпа — без поклажи). || Налитые бабки. N. Туллисемпе выляс, играть в бабки налитыми.

тум-хаяр

назв. болезни. Ст. Чек. Тум-хаяр — ăш чирĕ; ăш ыратат, çынна вĕлерет, кăвапаран пăрат. Ăна тӳрлетме вĕрсе аппаланнă. Пыл аван, лаша пăхĕ шыв çине ярса ĕçтернĕ, хаяр-курăкĕ вĕретсе ĕçнĕ. Хаяр çырли аван, сиплĕ тенĕ. Ib. Тум-хаяр = час килекен чир (ăша питĕ ыраттарат). Ib. Хытă вăрçнинчен тум-хаяр, çын çилли ӳкет, тенĕ. Ib. Тум-хаяр пуçа хĕстерет, ăш ыратат. Ешлĕсенкер ватса яраççĕ; час каяс пулсан, хăстарат; час каймалла мар пулсан, вар-виттие каят, анчах малтанхи пек ыратсах çӳремес, пĕр икĕ эрне ыратса çӳрет. Ib. Хаяр ути ĕçсессĕн тум-хаяр пулмас, тет. Ib. Тум-хаяр; (унтан) уйрана тăвар ярса ĕçеççĕ. Ib. Тум-хаяр куç татăлат. Ептрел. Çилпе тивнĕ тум-хаяр, болезнь, полученная под влиянием чьей-либо ссоры. N. Хура пĕлĕт айĕнче хура хĕр; хăçан çав хура хĕрĕн çӳç пĕрчи çине пырса пулĕ тум-хаяр, çавăн чухне тии килес пултăр çак (ят) тум-хаяр. (Из наговора). КАХ. Тум-хаярне пирĕн тавраша ан яр. См. хаяр. N. Иртĕхсе çие-çие, тум-хаяр чир те тупăн. Paas. 172. Тум хаярĕ.

тумра

(тумра), балалайка. СПВВ. Тумра = тăмра. N. † Çак ялăн укалчине тыттарар-и тумра хĕлĕхпе. Утăм 27. Çанталăк та паян çĕнĕ тумра, ашкăнмасть сивĕ çил паян кун; аякри вăрман халĕ ман умра: ытла та савăнат çамрăк чун.

тунка

то же, что кунча (кулча)? Яргуньк. Çак ялăн хĕрĕсем улт улаха кайнă, тет, ултçĕр йĕке арланă, тет, уна хутăрма тăнă, тет, улт тунка (тукка?) пулнă, тет, уна кумма тăнă, тет, урлă-пирлĕ пулнă, тет.

тунхăс

то же, что тунсăх. Н. Карм. † Йĕс шăнкăрав сасси пит тунхăс мар, çак тăвансем сассисем тунхăс.

тупанлă

с полозьями. Зап. ВНО. † Йĕс тупанлă çуни пур, çутти юлтăр çул çине; йĕс шăнкăрав пек сассăм пур, янтра юлтăр çак яла. Ib. Сана пасара шуç тупанлă çунапа, йĕс качакапа илсе кайăп. (Так обманывают маленьких детей, когда те желают ехать на базар).

Тупăлка

назв. дерева. Н. Седяк. См. Тупăлха. N. Унтан вара ăна çунă чухне, тупăлка хулипе виçĕ хут çурăмĕнчен сăтăраççĕ, унтан калаççĕ: çак тупăлка епле пит кирлĕ, çавăн пекех хурă ăçтăмака кӳрттĕр, теççĕ. Унтан вара тупăка вырттараççĕ.

тупăштар

(тубы̆штар), заставить клясться, божиться. Полтава З2. Сред. Юм. Вăрланă-и, вăрламан-и, топăштарас полать она (заставить божиться). N. Вара санăн çуртăнтан тухакана вĕлерсен, унăн юнĕ хăй пуçне пултăр, эпир эсĕ çак пире тупăштарнинчен айăплă пулмăпăр, тенĕ.

торош

назв. инструмента, дорожник. В. Олг. Торош тортас, делать края досок желобком. Ib. Торош тортмалла çак хăмая.

турă

, торă, (туры̆, торы̆), бог, божество. Магн. М. 62. Çорт çоратакан торă, ывăл-хĕр çоратакан торă, тырă-пол çоратакан торă, выльăх-чĕрлĕх çоратакан торă, мол çоратакан торă, хорт çоратакан торă, хорç антаран торă, çут кӳлте выртакан торă, торта торри, çут-çанталăк çоратан торă, чун çуратакан торă и мн. др. Качал. Кăвак сухаллă старик, çакă турă пулнă, тит. Шурăм-п. Тыр акакан турра хăтарни. Ĕлĕк пĕр çын уйра (хирте) тырă акнă, тет. Ун патне турă чупса пырса пытанмалли вырăн ыйтнă. Тыр акакан турра вăрлăх пурки айне пытарнă. Вăрлăх пурки çине тăпра муклашки хунă. Турă тырă акакана вăрлăх пурки айне кĕрсе ларас умĕн: эсĕ ку тырра вырма ыранах кил, тенĕ. Тепĕр кунне, турă каланă пек, вăл ани çине çурлапа тырă вырма пынă. Ĕнер çеç акна тырă турă каланă пек пулса çитсе хумханса çеç ларнă. Çавă тырра вырма пуçласан ана çине усал чупса çитсе тырă выракантан: эсĕ çакăнтан турă иртсе кайнине курмарăн-а? тенĕ. Тыр выракан: çакна акнă чух курнăччĕ, тенĕ. Вара усал: эй, ĕнтĕ уна халĕ хăваласси те çук, питĕ аякка кайнă ĕнтĕ вăл, хăвса çитесси пулмарĕ-çке ĕнте ăна, тенĕ. Турă вăрлăх пурки айне пытаннине асăнса хăшпĕр чăвашсем тăпра муклашки хуркаланă. П. Федотов. Ĕçлекен алли çине турă сысман, тет. (Послов.). Ивановка. Вĕсем тата шухăшланă: кашни япалана пăхса тăран хăйĕн турăсем пур, тенĕ. Вăт-кăвартан пăхса тăраканни, выльăх-чĕрлĕхе пăхса усраканни, тата урăххисем те, çак турăсене пăхса тăраканни атте турă, тенĕ. Тата кашни кил-çурта пăхса сыхласа тăраканни пĕр турă пур, тенĕ, ăна хĕрт-сурт тенĕ. Çак турра, çиме тесе, сайра-хутра кăмака умне пăтă лартнă. Пăтă лартнă чухне пурт-çурта пит лайăх тасатнă, кил-хуçисем шур кĕпе-йĕм тăхăннă. Çакна хĕрт-сурт пăтти тенĕ. Собр. † Аслати аватать, çиçĕм çиçет, туррăн турă лаши (вар. тьыхисем) кĕçенет. Ib. Турра ан асăн, сăмсунтан юн юхĕ, теççĕ. (Послов.). Альш. Темшĕн чăвашсем турра ĕмĕрне те пуян тесе, мĕн тесе туман; ялан мĕскĕн, ыйтса-пуçтарса çӳрекен ватă старик пек туса ĕненнĕ. Ст. Чек. Усал: юратнă йывăçна, юратнă çуртна, юратнă çыннăна, юратнă выльăхна кĕрĕп, тесе калат, тет. Турă: кĕрĕсĕн, нимĕн те шеллемĕп, пурне те çапăп, манăн пурте хамăн, çапсан та, пурне те хам илеп, тесе калат, тет. (Из сказки). Орау. Тăрсан-тăрсан, туррине те çӳлтен сĕтĕрсе антарĕç (т. е. люди стали очень хитроумны). КС. Турă пăр çине анни (на лед). Собр. Йăлхавăн турри çывăхра. (Послов.). N. Турă пит çӳлте, патша пит аякра. „До бога высоко, до царя далеко“. (Старин. поговорка). || Святой М. В. Васильев. Илья пророка пирĕн енче папай алттарса çиçĕм çиçтерекен торă, тенĕ. Тăта çăмăр шывне те пĕлĕт çине çавах лашапа торттарать. Илья пророкăн çăвĕпе шыв торттарнăран лаши час ватлать, тенĕ. Çавăнпа ăна çăмăр чӳк тунă чух ĕлĕк лаша панă. || Выражается восхищение или возмущение. Трхбл. Эй турă-турă, хырăм ай шурă. (Присловье, говорят ни к селу, ни к городу, когда нечего говорить). Бюрг. Ах турă кусене (ах чтобы их)! Хырăмĕсене тăрантараймаççĕ, вĕт, çаксем? Часрах ăсатса ярăр (шептание старух при входе священника). || В чувашизмах КС. Турă куртăр, брань. КС. Турă куртăр — проклятие („пусть бог принесет чувствительный вред“). Слеп. Торă пĕтермен; торă татман пуçна; торă татса кайман. Цив. Торăран килешшĕ; торăран килмен пуçна, торăран килтĕр, торран килменскер! (брань). Тюрл. Ах тора çапашшĕ, тĕнкене хăртрĕ, тет (тертленсе калать). N. Торă çапманскер! Хăççан торă пуçна çапса кайĕ-ши? Хорачка. Торă чоклатăрай сана хăнча полин та. Ядр. Торă çапаш, торă таташ, торă чохлаш (пусть припомнит). || Икона. Коракыш. Ха, пирĕн паян çĕн турă илнĕ нихак, тет. Сред. Юм. Турăпа çӳренĕ чухне ватти-вĕтти мĕнĕпех хыçалтан çӳреççĕ. Абаш. Пăхăр торă топнă (медную икону). Янтик. Турăпа çӳреме тухнă (ход с иконой).

турă хăми

икона (букв. „божья доска“). Орау. Карчăк, пирĕн турă хăми çтаччĕ çак.— Çанта, пăру сакайĕнчеччĕ нихак. Старуха, где это у нас икона? — Там под нарами, кажется.

туртса кăлар

выдвигать. || Вытаскивать. Юрк. Улпучĕ эрех ĕçме юратнине пĕлсен, эрехне те туртса кăларат. || Затевать. || Придумать, изобретать. Альш. Ун чухнехи самана йывăрлăхне камсем туртса кăларнă-ши.— Улпутсемпе купсасем, вĕсен тытăм йĕркийĕ. N. Эсир мана хирĕç мĕн туртса калассине пĕлетĕп эпĕ. N. Çак эрехе малтан туртса кăларакан çын ылханлă пултăрах, тесе вăрçать, тет, арăмĕ.

турта

, торта, (турда, торда), оглобли. N. Урапа турти ваннă та, турта илтĕм. К.-Кушки. Туртасене çуна çумĕнчен сӳтсе ил. Выверни оглобли из саней. Ib. Çунана турта пăр. Вверни оглоблю. Изамб. Т. Малти тĕнĕле икĕ турта тăхăнтараççĕ. Б. Нигыши. † Тимĕр çуна кăмăлне хура турта хутăмăр. ПВЧ 79. Хорнтан торта хорăттăм, хоппине те сӳмĕттĕм. N. Турта лартни. Шорк. Çона тортине аран пăрса лартрĕ. Ib. Çона тортине сивĕре, пĕр шăнса ларсан, сӳтсе кăлармалла та мар. Ib. Орапа торти шăтăкĕ пĕчĕккĕрех полнă та, аран кӳртсе лартрăм. Ib. Тенел çине смала толса ларнă та, тортине аран кăларса илтĕм. Урмаево. † Çакă туя килмессе турта вĕçне карт картнăч, ати татса пăрахнă, астумасăр килтĕмĕр. Янтик. † Турта тулли тур лаша, туртса кӳлтĕм туртана. Якейк. Торта толли кӳлсе савăнмалăх. Сĕт-к. Торта толли тор лаши, торта тăрăх мĕн пăхан? ĕлĕкхи тантăш çак тетни? Ĕлĕкхи тантăш çор çона, эпĕр хамăр пĕр çона. || В перен. см. Ст. Чек. Турти кĕске, тапат (гов. о вспыльчивом). Н. Седяк. Çирĕк турта вăл, кĕрĕкне час тавăрса тăхăнать (çак сăмахсене час çиленекен çын çинчен калаççĕ). Сред. Юм. Час çиленекен çынна: торти кĕске, теççĕ. Ib. Тортаран тохать. Не может говорить на одну тему. П.-Пинерь. Хăш çыннăн турти кĕске. (Послов.). Собр. Айван çыннă(н) турти кĕске, теççĕ. СТИК. Час çиленекен çынна: туртисем кĕске, теççĕ.

туршăн

, торшăн, „ей-богу“ (клятва). Торп-к. Торшăн, пӳлĕхшĕн те курман (клянусь, не видал). КАЯ. Туршăн та-и? терĕм.— Мĕнскер туршăнĕ (какое еще там „ей богу“), сана суйса калаççи-мĕн? КС. Туршăн та-и çак? Неужели, верно-ли, правда-ли?

тус ту

подружиться. Тим. † Тимĕрçенĕн ачи сарă ача, савса тус тăвасси пулмарĕ. N. † Куштан хĕрне тус турăм: кайĕ тесе, чунăм çук, пырса илме мулăм çук. Альш. Ку юлашки çĕр (вечером 16 июня) тус тунисен калаçмаллисем нумай. Ib. Çитет çăварни, çитет мункун. Мункунта каччăпа хĕр тулта, урамра, тус туса хăвараççĕ вара вĕсем, çула пĕр-пĕринпе выляма. Çитет ĕçрен пушаннă канлĕ вăхăт: каччăпа хĕр вылят вара. Вăл çавăнпа вылят, вăл кунпа вылят, тет каччăпа хĕр пĕр-пĕрин çинчен. Туслашса çитеççĕ. Çитеççĕ уллахсем, пулат Пукрав, Касански, Миххайла, Микула. Каччă çӳрет савнă хĕрĕ патне. Çапла пĕр-ик çул пек вылят-вылят та, илет-ярат хай хĕре вăрласа. ПВЧ 107. Ял хĕрĕпе тус турăм та, качча каясран чунăм çук. Янш.-Норв. Ахаль те хĕр тенĕскер, пĕр-пĕр арăма тус тусан, хăй тусĕпеле амăшĕ пекех пурăнать: мĕн пĕлменнине унтан ыйтать, унпала яланах пĕрле выртса-тăрса пурăнать. Микушк. Ялти сарă ачана тус турăм (подружился с красавцем-парнем), савăна-савăна калаçма. Кĕвĕсем. Сарă хĕре тус турăм, çак вăйăра выляма.

тустуй

все время, попусту. См. пустуй, пустуях. Сред. Юм. Мĕн тустуй тола пĕр тохса, пĕр кĕрсе, пӳрте сивĕтсе çӳретĕр çак эсир. Ib. Кăçта тустуй тутлă апат çиç çиен вара. СПВВ. ПВ. Тустуй? (Вопрос оригинала). N. Тустуях кĕрлет.

тух

, тох, выходить, выезжать. N. Краснов алкумĕнчен тухнă, тет; мĕнпе çывăрнă, çавăнпа анчах тухнă, тет, пĕр япала та кăларман, тет. N. Уçланка тухрамăр. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ пĕр пашалу илтĕм те тухрăм. Я взял одну лепешку и вышел (но: илсе тухрăм — вынес). Кан. Аçтăрхантан юлашки прахут октябĕрĕн 14—15-мĕш числинче тухмалла. N. Ачасем, ăрамра шыв тухсанах, тула тухаççĕ те, каçчен те пӳрте кĕресшĕн мар. СТИК. Ыран ута тухмалла çынсем çависене туптаççĕ. Люди, которые должны завтра выйти косить сено, заправляют косы. ПТТ. Ваттисем ахаль каламан пулĕ çав: çын тухиччен туха пĕлмест, тухсан кĕре пĕлмес, тесе. Токшик. Тула тухасран тухас килет. Истор. Ольгă çыннисем тухакана пĕр вĕлерсе тăнă. N. Çула тухсан тин мана калаçма ирĕк пулчĕ. Шел. 101. Тухман чун, сӳнмен вут, тенĕ пек, халĕ эп. N. Тух тула, сыс пӳрте. (Шутка). Яжутк. Тухĕç халĕ утсампа, çуха тарне кăларапăр. В. С. Разум. † Пусма умĕнчи вĕрене тухмассерен вĕрентет; ăна пĕлнĕ пулсассăн, тата саккăр лартăттăмччĕ. N. Вăл унта тухнă та, сасси тухнă таран: мĕн тăватăр эсир кунта? тесе питĕ хытă кăшкăрчĕ. Изамб. Т. Акă çул ялтан тухать, çавăнпа тӳрех каймалла. Çутт. 62. Хăйăр тухакан вырăн. N. Эсир ман ăшран та тохмастăр. Чув. пр. о пог. 275. Çĕлен-калта хĕвеле ăшăнма пит нумай тухнă пулсан, çăмăр час пулать. Если очень много змей и ящериц выходит греться на солнце, скоро будет дождь. Янтик. Çуркунне тула тухнăçеммĕн тухас килет (кунсем пит ăшăран). Ib. Тухман çын, человек ни разу не выезжавший в период какого-нибудь времени; говорят, если он выедет, то обязательно будет буран или дождь. N. Тухман çын утсем патне тухсан, çумăр пулать. Сред. Алг. Эпир ялтан тухас çук, ăс кĕмесĕр ан илĕр. || Т. VI. Вилнĕ çын куçне уçса выртсан, çуртран тата тухасса, теççĕ. || N. Пасара тырă тухми пулчĕ (тухма чарăнчĕ, привоз прекратился). || Выходить по счету, оказываться в должном количестве. N. Кĕлте тухмарĕ. Толст. Апат çиес умĕн амăшĕ çливисене суса пăхнă та, пĕр çырли тухман. N. Ну вăкăрри те (и бык-то...) питĕ мăнтăр пулнă, тет. Ашĕ хĕрĕх пăт тухрĕ, тет, çăвĕ вăтăр пăт тухрĕ, тет. N. Вара мĕн пур пухнине пурне те çапнă та, унăн çĕр пăта яхăн урпа тухнă (оказалось, вышло). N. Пĕр пилĕк-олтă пăт тохатьчĕ полĕ. || Причитаться. N. Халĕ кăштă укçа пур-ха, Праскура ĕкесем хуса кайнипе 1 т. 50 п. тухать. Вишн. 59. Эсир: ĕçленĕ чух пиртен нумай япаласем тухаççĕ те, çавăнта эпир туртăнатпăр, тенине илтнĕччĕ. || Расходоваться. N. Вара санан уччитлĕри шалу тухмас пулĕ. || Вылетать. ПВЧ 120. Атте килĕ, ай, сала пак, сала-кайăк, ай, тухас çук. || Выплывать. Орау. Çурхи шыв тулăх пулмарĕ кăçал, çавăнпа шывсем ăшăххипе сулăсем Атăла тухиман. || Вытекать. ПВЧ 95. Юман касрăм, ай, пыл тухрĕ, çăка касрăм, ай, çу тухрĕ. Альш. Шăнкăр-шăнкăр шыв юхат, шăнкăртăм хирĕнче çăл тухат. || Истекать (о сроке). N. Çав ката (вăрман татăк) патĕнчи çĕрĕн пĕлтĕр, 1916 ç. срукĕ тухрĕ. || Впадать (о реке). N. Онкă çавала тохать. Онга впадает в р. Цивиль. Альш. Вăл кĕтесре Сĕвене Кăнла шывĕ юхса кĕрет. Кăнла шывĕ пысăк шывах мар. Шывĕ тухнă çĕртех, лапра, ялĕ ларат: Кăнла теççĕ. N. Вăл шыв Сăрра тухат. || Обнаруживаться, распространяться. Панклеи. Нумай та порнмарăмăр, пĕр икĕ эрнерен хай кам вăрлани тоххĕр (обнаружилось). || Образоваться. Ст. Шаймурз. † Хурамаран пĕкĕ аврăм, хĕвелпеле хушăк тухминччĕ. || Восходить (о солнце). Янтик. Эй, хĕвел, хĕвел! Юлашки кун сана пăхса юлатăп. Ĕнтĕ, эпĕ кайсан, эсĕ мансар пуçнех туха-туха (или: тухса) анса тăр. || Уродиться. N. Вăрлăхĕ те тухас çук. Чув. пр. о пог. 468. Çулла тĕтре пулах тăрсан, кăрăç нумай тухать. Если летом часто бывал туман, грибов уродится много. || Всходить (о хлебах). N. Калчасем тĕ ешĕл тухрĕçĕ. N. Тырăсам мĕле туххăрç? || О колосе. N. Ырашсем тата поç тохса тикĕсленчи вара? || Выйти замуж (украдкой). Юрк. Куç умĕнче сарă каччă, тухăп кайăп, мĕн тăвăн? Альш. Тимĕрсел чăвашне качча тухса (т. е. вăрттăн) килет, тет. || Выигрываться. N. Патша хĕрпе окçалла выляса окçа тохмарĕ — çилентĕм, тет Йăван. || Проходить. О земл. Çапла акнă хыççăн вăрлăх витĕнтĕр тесе, çийĕнчен сӳрепе анчах тухаççĕ. || Проходить (в дверь). || Приниматься. N. Çамрăкла ĕçрен юлакан ватăлла (ĕçе) тухать, тет. (Послов.). || Случаться (о пожаре). Шинар-п. Çавăн пек эпĕ астăвасса пирĕя ялта тăватă хут тухрĕ (пожар). N. Çа вăхăтра лапах манăн пиçмо тоххăрĕ. || Выгорать (о деле). Кан. Ну мĕнле? теççĕ пашелсем.— Мĕн мĕнли, ĕç тухмарĕ. N. Ăна тилмĕрсе мĕн тухасси пур. N. Эпĕ шухăшланипе ĕç тухмас ĕнтĕ. || Орау. Вăрман кăçан тухать сирĕн? Когда получите разрешение возить. Альш. Сирĕн кăçал вăрман тухат-и? Удастся вам нынче выхлопотать лес? || Скинуться. Панклеи. Попляканă çĕртех çак арçурин хĕреç тохнă-ӳкнĕ. || Выгружаться. Тайба. Т. † Атăлтан арпус тухат-ĕçке, тулса тухнă уйăх пек. || Выйти из употребления. N. † Порçăн тотăр полăтăм, эп хĕр поçĕнчен тохмăтăм. N. Пирĕн... юрамисĕре тухрĕç, улăштараççĕ çак хушăра. N. Арман тухрĕ, ун вырăнне пĕр çӳпĕ-çапă кăна тăрса юлчĕ. || Появляться. N. Вăл (корь) ачана анчах тухать. N. Çула ача чирĕ тухрĕ, тухтăра шыраса Ишеке çитрĕмĕр, Покровскине те çитрĕмĕр, хулана та çитрĕмĕр. || Проходить (о болезни). Нюш-к. Чир çыпăçнă чухне купи-капанĕпе килет, тухнă чухне йĕп çăрти витĕр тухать, теççĕ. Шурăм-п. Чир тухса кайрĕ. || Окончить. Иваново. Эпĕр хамăр ялтан тухсан, манăн двухклассный школа каяс килетчĕ. || Кончиться, заканчиваться, оканчиваться. Изамб. Т. Час-часах хĕлле, раштав типпи тухсан, ĕçкĕ ĕçеççĕ. Альш. Çĕнĕ-кассăн вĕçĕнче çӳлти эрет тухнă çĕрте. Ст. Письмерь, Ставр. Кăнтăрлахи кĕлĕ мункун кунĕ хĕвел тухас умĕн тухать. Альш. Хăят кунĕ (16 июня) каçпа тин хай кĕвĕ каласси чарăнат: уяв тухат вара. Ib. Михайла эрни тухсан, тепĕр эрне хушшинче. Ст. Яха-к. Çăварни тухса кайнă чухне çынсем пурте çăварния ăсатса яраççĕ. Бюрг. Мункун эрни тухсан ытларикун. Календ. 1904. Вара çăварни тухиччен эрнипех сĕт, çу, çăмарта, пулă анчах çиеççĕ. N. Эпĕ санăн çыруна илтĕм мункуя эрни тухнă кун. || Настаиваться (о чае). Альш. Чейĕ тухаймарĕ-ха. Чай еще не настоялся. || Проходить, проезжать по более узкому месту, напр., по лесной дороге, по улице, по засеянному полю и пр. Трень-к. Пирĕн Чăкăртан киле таврăннă чух пĕр вĕтĕ вăрман витĕр тухмалла. Разум. Пĕр çĕрте çĕнĕ çул (дорога) икĕ халăх çĕрĕнчен пĕрин витĕр тухса каймалла полнă (должна была). Богдашк. † Урамăрсем вăрăм, тухма çук. N. Эпĕ пĕр чăрăш тĕлĕнчеччĕ те, чăрăш витĕр тохса тивĕрĕ мана. || Прибыть, приехать. Сред. Юм. Кăш прахутпа тохрăн? На котором пароходе приехал? || Быть изобретенным. Шурăм-п. Пăрахутсем тухсан (были изобретены) та, çавăн пекех пулчĕ. || Подниматься. N. Мăрьесенчен паян кунĕпе тĕтĕм тухать? || Достаться. Бгтр. † Ой тутри, хĕр тутри, тутри хĕрĕн пулсассăн та, укçи хамра тухнăскер. N. Халăх çине тухрĕç (анасем). Ала 6. Шăпа ячĕç, тет: çав çĕлен урлă каçма кама тухать, тесе. Изамб. Т. Эпир, аван çаран тухнисем, пăсма памарăмăр (не позволили переделять). N. Сана та ним те тухас çук. || Явиться. Синъял. † Турă çырни тухаччен атте патĕнче пурăнтăмăр. || Появляться (об облаках, зверях и пр.). Кн. для чт. I, 15. Каçхине çумăр пĕлĕчĕсем тухнă та, çумăр çăва пуçланă. Синерь. Мĕн пирĕн палумия тухрĕ (что это такое появилось, что ест наши яблоки), тесе калать, тет, ывăлĕсене. || Скипеть. Орау. Вуник минут анчах юлчĕ, сăмаварне лартмастăп та ĕнтĕ, унччен тухаймасть вăл. || Вернуться. Орау. Хам укçа та тухмарĕ. Ib. Пушмака кĕркунне тенкĕ те вунă пус панăччĕ. Хакĕ тухрĕ-ши унтанпа? || Набираться для продажи. N. Сĕлĕ тохмас сотмалăх. Орау. Ку шăмата пĕр пилĕкçĕр хăяр тухĕ-ши? — Мĕн пилĕкçĕрĕ, пĕр икĕçĕр тухĕ. Наберется ли к субботе 500 огурцов? — Где пятьсот, ладно если наберется двести. || Спориться (о деле). Юрк. Ĕçĕ (у него) кĕсем урлă та тухмаст (не выходит, т. е. они ему ни в чем не помогли). Ib. Вĕсенчен кăна ыйтнипе нимĕн те тухманниие курсан, ку татах урах май шыра пуçлат. || В. С. Разум. КЧП. Пьесси те вĕсен кулăшлăрахскер, çавăнпа лайăх тухрĕ. || Чхĕйп. Тата тупăк тунă чух тухнă турпаса пурне те пуçтарса илнĕ те... (собирали). || Стать, сделаться (кем либо). Шорк. Олпута тохнă, попа тохнă. N. Асла тух, мухтава тух. Сред. Юм. Учитĕле тухнă. Доучился до учителя и служит учителем. Рукоп. календ. Прокоп. Начара тух, вĕте тух, вака тух. N. Эмелçĕ хăй пĕлĕвĕ тăрăх асла тухать. N. Санăн варлă çынну, санăн тусу тăшмана тухсассăн, сана вилес пек хуйха ӳкермест-и? N. Вĕсем типсе пĕтсе кайнă хăравçа тухнă, ялан айăплă çын пек тăраççĕ. N. Эсĕ мĕнле чина тухан? || Превращаться, обращаться. N. Аскăнланса çӳрекен çын çемйине тĕрлĕ усалтан сыхлас вырăнне хăй тăшмана тухать. N. Навуса тухнă, обратилось в навоз (о железе). || СРОВ. 11. Ухмаха тухнă-и-мĕн ку çын? Она сошла с ума? || Увольняться, оставить службу. N. Вăл вырăнтан тухатех, теççĕ. N. Халĕ эпĕ вырăнтан тухрăм, ĕçлеме юрамаçть. || N. Пĕр министр ĕçĕпе айăпа тухнă пулсан, вăл айăп ытти министрсем çине те ӳкет. || Потерять образ. N. Ну тулĕк эс этемлĕхрен тухрăн, саншăн кулянап. Микушк. † Çын хурланă пуçăма эс хурласан (обракует, обидит), тухать çамрăк пуç çынлăхран („теряет всякое достоинство и выходит из числа людей“). || Дожить. || Быть в обращении (о деньгах). К.-Кушки. Ку укçа тухнăранпа çичĕ патша улăшăннă. С тех пор, как эти деньги были в обращении, сменилось семь царей. || Ослушаться, перечить. N. Эпĕ хушнинчен ан тухăр. СЧЧ. Çемьесем кирек хăççан та аслин сăмахĕнчен тухни çук. N. Эпĕ каланă сăмахран ан тух. N. Вĕсем сăмахĕнчен тухас мар. || Происходить, образоваться. N. Çак вĕрӳçĕ сăмах тухнă вĕр тенĕ сăмахран. || Вылезать, выпадать. Орау. Пакшан пырши тухнă, тет, хăй çапах тепĕр турат çине сиксе ларасшăн, тет. Чураль-к. Çӳçрен ярса тытсассăн, çӳç тухмасăр ямаççĕ (парни). N. Ăйхинчен вăраничченех ăна пĕтĕм ăшĕ-чикки тухса ӳкнĕ пек туйăннă. Орау. Темскер мăккăли шалтан мăкăрлса тухать (выходит изнутри тела наружу). || Встречать. Сунт. Лисука илме тухакан пулман. || N. Эпĕ кăçал тыр вырма тухаймарăм, икĕ эрне питĕ йывăр выртрăм (лежала, хворала). || Собраться. Альш. N. Вăл хайĕн начар çара-çунине, начар кĕсрине кӳлнĕ те, кайма тухнă. N. Эсĕ каймаллах тухнă-и? Ты совсем собрался? || Приводить. ТХКА 51. Çак çул хамăр яла тухать пулас. Çак çулпа киле каяр. || Начинаться. Ачач 4. Нимĕç вăрçи тухиччен пĕр çирĕм çул малтан. || Употребляется в качестве вспомогательного глагола. Альш. Чăнах та ачи уйăрăлса тухат, е тухса качча каят. N. Ишсе тух, переплыви. Юрк. Тăрахтире кĕрсе лайăх яшкасем çисе тухат. О сохр. здор. Çапла вара пĕр чирпе хăш чухне ялĕпех чирлесе тухаççĕ. Артюшк. Вăл ту патне пынă та, лумпа çĕмĕрсе тухнă (пробил насквозь). Баран. 237. Çанталăк лайăх тăнă чух, çак çула ик-виç кун хушшинче ишсе тухаççĕ (проплывают). N. Кунта мĕн çырнине каласа тух. Произнеси (по порядку все те числа, которые здесь обозначены цифрами). N. Пухăва тухсан-тусан, хайхине пуянсем хутлăхне сĕтел хушшине кĕрсе ларма вырăн та пара пуçларĕç, тет. Орау. Пасар майĕпе кĕрсе тухсан-тусан тем пулĕ-ши: те парĕ, те памĕ ĕнтĕ ку вир-ял (деньги). N. Унта çапăçса кам мухтава тухин, ĕç халăхĕ мухтава тухать. Якейк. Кăк кăларнă чох, чакалтасан-чакалтасан, калаççĕ: халь кăк тоха пырать та-ха (корень при корчевании начал выходить). СТИК. Эп унпа кăшт калаçасшăнччĕ, темле тĕпелелле пăрăнтăм та, кайран пăхап — вăл туха кайнă. Микушк. Эпир пуснă вырăна тивлет пусса тухтăр-и? (Из свад. такмак’а). Изамб. Т. Эпĕ кĕмен! Вĕсем хăйсем вăрласа тухрĕçĕ. Кив-Ял. Емелкке кукăр туя илсе йыхăрса тухрĕ пухăва. Альш. Тепĕр тĕслĕ халăх: тутар, мăкшă, вырăс, хăйне ушкăн лара-лара тухнит (расселились). В. С. Разум. КЧП. Иртсе кайнă чух пирĕн пата кĕрсе тух. N. Пĕçерсе тухаççĕ. ТХКА 5. Аттерен уйăрлса тухнăччĕ. Янтик. Тăваткăл минтер, хăмаç пит, сарса тухăр сак тулли; çак Тимешĕн хĕрĕсене курса тухăр (е: юлăр) куç тулли. ЧС. Вара чӳклекен ăстарик пӳртри çынсене пурне те пĕрер курка сăра ĕçтерсе тухрĕ. (Ача ячĕ хуни). Ильмово. Вырăна çитсен, ăрам пек тăрса тухаççĕ те, такмаксем, сăвăсем калаççĕ. Юрк. Малтан çуна пуçланă çурт çунса пĕтиччен аллă-утмăл килле пĕтерсе те пăрахат (тухат). Истор. Пилĕк сахат хушшинче вĕсен мĕн пур карапне пĕтерсе тухнă. || Так гонят собаку. N. Тох, мар-тох (на собаку кричат). Тюрл. Тох! Пошла вон, цыма, тубо! (отгоняют собаку).

тухан

то же, что тухакан, выходяший. N. Çак çут тĕнчере тухан ăшă хĕвел епле ăшăтса савăнтарат. N. Мĕн тухан çамрăк курăк сурăх çăварне кĕрет те, тĕпĕ-тымарĕпе туртăнса тухса пĕтет.

тухан-кĕрен

„выходящий и входящий“. Альш. Çак каланă ялсемпе пĕтет вара пирĕн хамăр яланах тухан-кĕрен çĕршыв („Земля, по которой мы ходим“).

тухса çӳре

похаживать, ходить, разьезжать. Кан. Кӳршĕсем патне, хăнана тухса çӳрен-и вара? — Ăçтан ара халь ĕç çинче çын патне çӳрен? çук, çӳремен... Сĕт-к. Хир молкачи вăл çĕрле анчах тохса çӳрет. Сунт. Çак ача пирки ниçта та тухса çӳреместĕп те (никуда не хожу)... Кан. Ялсене ямшăк лашисемпе тухса çӳрет. Разьезжает по деревням на ямских лошадях. Орау. Тула туха-туха çӳрерĕм, те çавăн чухне çухалчĕ.

тухса тăр

выходить, появляться. Ал. цв. 17. Мрамăртан тунă çтана çине сасартăк вутлă сăмахсем тухса тăнă. О сохр. здор. Тĕпĕнче (язвы) яшка çăвĕ пек шурăскер тухса тăрать (появляется). || Выступать. Баран. 160. Хăш тĕлте хăйăрлăх, тепĕр тĕлте тăварлă çĕр; тăвар пĕрчисем çиелех туха-туха танă. Дик. леб 37. Чи варринче анчах шывран пĕр шĕвĕр чул тухса тăрать. || Врезываться. ЧС. Пирĕн çак ана вĕçне хай киремет çеремĕ тухса тăратьчĕ (в наш загон врезывался, входил).

тӳлек

(тӳл’эк’), тихий, спокойный, смирный. Аттик. Тӳлек çăмăрна пар. (Моленье). Абаш. Тӳлек лаша, тихая лошадь. N. Тӳлек çанталăкра аслати авăтнă пек, топă сасси илтĕнет. N. Тӳлек çын. Собр. † Йăлтăр-йăлтăр пуçĕсем, тӳлекçеççĕ сассисем. N. Тĕлĕнмелле! Çак кайăк сассисем пĕртте сасă пек те туйăнмаççĕ, çанталăк çапах пĕр сасăсăр, тӳлек пек туйăнать. Альш. Темĕн сарлакăшĕ выртат сарăлса кăн-кăвак шыв, тӳлек шыв. N. Кронштадт халĕ лăпланса çитрĕ. Пристăнь çинче те пурăнăç тӳлек. Полтава 73. Çамрăк кăкри пит тӳлек, хуллен сывлать еррипе. Ib. Манăн тӳлек кăмăла юратмасăр йышăнан. „Любовь смиренная моя встречает хладную суровость“. Сĕт-к. Çанталăк ку туруçăн пит тӳлек тăрать (тихая погода). СПВВ. ИА. Çанталăк тӳлек чух шыв хумханмасть. СПВВ. МА. Тӳлек е лĕп çиç — çил çук чухнехине калаççĕ. N. Çанталăк пит тӳлек. Çӳлтен кайăк сассисем илтĕнеççĕ. Ib. Ырă сиплĕхлĕ, тӳлек çăмăр пултăр. N. Паян тӳлек çумăр çăвать те, хăш чухне йăс-йăс-йăс туни илтĕнет, çавăнтах тата тимĕр (крыша) çинче шанкăр-шанкăр туни илтĕнет (звон), тата шапăр-шапăр та тăвать (стук падающих капель без звона), йывăç çулçисем лăстăр-лăстăр туса лараççĕ. НЧ. Кимсем чарăнса тăракан тӳлек вырăн. N. Çак каланă сăмахсем ытла та тӳлек тухаççĕ. Пурне те калас пулсан, ялсенче ун пек кăна калаçмаççĕ. N. Кăçал пĕре çула кун пит тӳлек пулчĕ. Çу уйăхĕ. Хĕвел пĕçерет. Ск. и пред. чув. 39. Ăвăс çулçи майĕпе чĕтренкелет тӳлекре. || Смирно, тихо, спокойно. ПВЧ 95. Тем чол тӳлек çӳресен те, пиртен ыр ят тохас çок (мы не дождемся доброго имени). || Покой, тишина.

тӳлеме курăкĕ

назв. растения. Рак. Тӳлеме курăкĕ; çăпан тухсан, саккăрлă, тăххăрлă сăваççĕ. Рак., Кайсар. Тӳлеме тухсан (çăпан тухсан), çак курăкпа саккăрлă-тăххăрлă сăваççĕ (см. чикенек). а) Пĕр тӳлеме сăватăп, икĕ тӳлеме сăватăп, виçĕ тӳлеме сăватăп, тăватă тӳлеме сăватăп, пилĕк тӳлеме сăватăп, ултă тӳлеме сăватăп... сакăр тӳлеме сăватăп, тăхăр тӳлеме сăватăп, тăххăрăшĕ тăхăр çĕрелле саланса кайччăр. б) Пĕр тӳлеме сăватăп, 2 тӳлеме сăватăп, З тӳлеме сăватăп, 4 тӳлеме саватăп, 5 тӳлеме сăватăп, 6 тӳлеме сăватăп, 7 тӳлеме сăватăп; çиччĕшĕ те çичĕ çĕрелле саланса кайччăр. в) Пĕр тӳлеме сăватăп, икĕ тӳлеме сăватăп, виçĕ тӳлеме сăватăп, тăватă тӳлеме сăватăп, пилĕк тӳлеме сăватăп; пилĕкĕшĕ пилĕк çĕрелле саланса кайччăр. г) Пĕр тӳлеме сăватăп, 2 тӳлеме сăватăп, З тӳлеме сăватăп, виççĕшĕ виçĕ çĕрелле кайччăр. д) Пĕр тӳлеме сăватăп, тьфу (плюёт), пĕр пĕрлĕхсĕр пултăр, шăттăр, пĕттĕр. Çăпанĕ тăрăсăр, ӳпне çăпан, тӳлеме çырли тĕслĕ пулать.

тӳме

(тӳмэ), завязка рубахи. В. Олг. N. Сар пурçăнтан тӳме тӳлерĕм. Кĕвĕсем. Пирĕн çак тăвансем таçтан паллă, унăн кĕпи тӳмисем шур пурçăн. || Пуговица, крючок. Шашкар. Тӳмесене ĕçертрĕм. Я расстегнул пуговицы. ЧП. Сакăрвунă сакăр сăкмана вуник кĕмĕл тӳме хуртартăм. N. Сан тӳмӳсене лайăх лартман: пальттуна пĕркелентерсе тăрат. Шурăм-п. Петтăр, амăшĕ пек, тӳме илсе пырса парсан, ăна çывăрнă чухне пуç айне хурать (кладет под изголовье). Тюрл. Сăкман тӳми çитеймес (узор для застегивания). || Бляха. Кĕвĕсем. Пĕчикçĕ лаша — турă лаша, лаша кутлăхĕ палăрми йĕс тӳме. || Шишка репейника. См. лапăстан, лапăштан. || Реnis. М. Яльчики.

тӳн

подр. резонансу в полом пространстве. Т. II. Загадки. Тӳн-тӳн, ăçта тӳнлетни курăнмаст. (Сӳс тӳни). Сред. Юм. Пуçа хыттăн пĕрене çомне лектерсен тӳнн! тăвать. Пазух. Тӳн-тӳн параппан та, çак параппан мĕн калат: вуник туя кайрăм, тет те, вуник парне çакрăм, тет. Ярмушка-к. Çанта (на этом месте, тăвайкки хĕрĕнче) сиксессĕн, янтратьчĕ тӳн-тӳн-тӳн! анчах туса; çĕрĕ пĕтĕмпех навус пак кăпка вырăн (по преданию, здесь был подвал). См. МКП, 27.

тӳпе

(тӳбэ, Пшкрт: тӧβӓ), вершина холма, бугор; возвышенность. ТХКА 114. Тусем тӳпинче шап-шурă юр. ГТТ. Тупе, холм с очень пологим склоном. Пшкрт. Вăл тухри тӧпинче тотар ханьă порăннă. Торп-к. Уйăн тӳпинче тăр, ялăн варринче пул. Эпир çур. çĕршыв 21. Уй тӳпинче, усрав вăрман çумĕнче Ванюшкасси ларать. N. Пушă хирти тӳпене илме сана халăхсен канашне хутăм. Б. Чурашево. Пĕр çухăрм чупсан, эпир уй тӳпине хăпартăмăр. Бреняш. учит. Ялта ял варинче тăр, уйра уй тӳпинче тăр. (Наставление старших при женитьбе). N. Палтайран тухсан, мăн çул татах уй тӳпинелле хăпарать. || Крыша строения. Зап. ВНО. Кĕлет тӳпи, пӳрт тӳли. Альш. Кĕлет тӳпине сирчĕç те, мана вĕренпе çыхса кĕлете антарса ячеç. Ib. Унтан пĕринне пăлтăрĕ тӳпине хыпнă, тет; ăна та час сӳнтернĕ (потолок или крыша). В. Тим. Ĕни витере, хӳри тӳпере. (Кăмака). Янорс. Эп пĕр çурт тӳпине васкаса хăпарса пăхрăм. || Потолок. || Свод печки. || Темя. Зап. ВНО. Пуç тӳпи. || Верхушка шапки. Ст. Шаймурз. † Кримски çĕлĕк, плис тӳпе. || Зенит. Персирл. Хĕвел тӳпеях çитет (поднимается почти в зенит). Сунч. † Çичĕ çăлтăрсем çитнĕ тӳпене, тăрсамăр-и çак ялăн ачисем. Султангул. † Чăн тӳпере çичĕ çăлтăр, çичĕ çăлтăр варринче çутă çăлтăр. N. Чи тӳпере çич çăлтăр, çиччĕ çавăрса каласан, сăвап пулать, тет. || Кр. Чет. Уйăх тӳпи, кульмин. точка (что это значит?).

Тӳпе-чик

назв. урочища. Н. Седяк. Тӳпе-чик (тӳпе — малая гора, чик — граница). Çак тăв пирĕн çĕр чиккинче, çавăнпа çапла каланă.

тӳпе

доля, пай, часть. N. Уйăрăлсассăн, çак япалана сана тӳпе тăвас полать. N. Хам тӳпене илес ман. НАК. Эпир ăна сирĕн тӳпене те патăмăр. N. Вутă 4-шар чалăш турăмăр тӳпе пуçне. N. Тепĕр телянккă пор та, он çине те ерес, тит, тӳпипех. N. Халь киле каякансене виç тӳперен пĕр тупине тӳлеттереççĕ. Кан. Ывăл пултăр килĕнчен ача тӳпи, тата хăй тӳпи çурт шыраса халăх сутне парать (подает). Регули 1035. Тăват тӳперен ик тӳпи мана тиврĕ. В. Олг. Виç тӳперен çол, из третьей части косить. N. Çумри телей ертнипе ют ялта та пур тӳпе. СПВВ. Тӳпе = пай: çын тӳпине кĕреймен халь вăл. Изванк. Çав чĕрессенчен: пĕр чĕрессине упăшки валли, тепĕрне арăмĕ валли, виççĕмĕшне ача-пăча тупи теççĕ. Панклеи. Уйăракан пĕтĕм ачана (всех ребят) ик тӳпене уйăрать. Кан. Тивĕш ялĕнче вăрмана валеçнĕ хыççăн пĕр тӳпе ытлашши пулнă. N. Она атей сотнă чох каларĕ: пĕр ят тӳпи сана, терĕ. N. Пирĕн çаран е вăрман уйăрнă чух вунă ятпа пĕр тӳпе тăваççĕ. || Раз. N. Мантан икĕ тӳпе лайăх. Лучше меня два раза. || То, что причитается. N. Тата пособи укçи мĕн пурĕ виçĕ уйăх тӳпи 14 т. 70 п. и илтĕм. || Колос? Хурамал. Тӳпе тутлăхне туса пар. || Околоток, часть деревни. Сред. Юм. Пĕр тӳпе, çынни = пĕр кас çынни (живут не вдали). Тюрл. Пирĕн ялта олтă тӳпе; анат картиш тупи, йăлăм тӳпи и т. д. (деление деревни для удобства решения мирских дел). Янтик. Ялсенче халăхпа уйăрмалла япаласене малтан тӳпене уйраççĕ. Тӳпе тесе пĕр-ик уйăрнă кил ушкăнне калаççĕ: пĕр тӳпере аллă кил пулсан, вара ытти тӳпесенче те 50 кил. Хăш чухне халăх эреххи пулать, ун чух вара кашни тӳпене икшер четвĕрт-и, виçшер-и уйраççĕ те, кашни тӳпери çынсем пĕрле пухăнса ĕçеççĕ.

тӳр

тӧр (тӳр’, тӧр), прямой. См. тӳрĕ. Пшкрт. Тӧр, прямой. Сĕт-к. Пĕр йӳн карта сӳтмелле, кĕлте куртме тӳр çол полма. || Прямо, прямиком. Кан. Апла ярсан, тӳртерех те пулать. Орау. Эпĕ çулпа каймарăм, Вăрнаралла тӳр ӳкрĕм (пошел прямо). N. Юмăçĕ вара шыраса пăхма (гадать) пуçлать: çак ача хĕрлĕ çыр киреметĕнчен, кайринчен е аслă ырăран (вĕсен аслă ырă тени пуринчен аслă киремет); аслă ырăран, тесен, юмăçĕ, тӳр суллансан: çук, ку сирĕн ача аслă ырăранах (т. е. захворал). Сред. Юм. Тӳр каласан, тăванне йораман (соотв. русской посл. „правда глаза режет“). || Правда. N. Тӳрне калас полать. || Состоящий в любовных отношениях, милый. Янбулат. † Çак ен орам пит тӳрĕ, орам тӳришĕн каçман, тӳр хĕрсемшĕн каçинă. Синъял. Иванпала тӳр хĕрне лаççа хупса хăвартăмăр. Байгул. † Тӳр хĕр патне çыру ятăм, çыру ятăм çитмерĕ. Шемшер. Тӳр хĕрĕпе тӳр ачи, хирĕç полсан, ытарими поплеççĕ.

тӳр кутлă

без боров (о кафтане). Г. А. Отрыв. Хăшĕ тӳрех тутарнă тӳр кутлă сăхман пек (о „каптал“). Кан. Çак юрра виçĕ тӳр кутлă, аçам çухавиллĕ, шур-кăвак сăкман тăхăннăскерсем кăрăнлаттараççĕ.

тӳри

подруги, amante; любовник. Янбулат. Çак-çак енне каçмăттăм, пирн тӳрисем çак енче, корас тесе каçрăмăр. || Фамильное прозвище в д. Едшихове, Ядр. р.

тӳрипе

прямиком, напрямик; по правде. Альш. Патша каланă: тӳрипе пырсан, çак ухмах патша пулмалла вĕт, тенĕ.

тăван

(ты̆ван), родной (брат, сестра и пр.); родственник вообще. ПВЧ 101. Тăван тоти — пыл тути (йот çын тути — йон тути. Вомбу­-к). N. † Çӳлĕ кĕлет умĕнче шăнтăм, тăван, кĕрĕкне пар. Автан авăтать, тул çутăлать, каяп, савни, аллăна пар. Пазух. Эп килмĕттĕм, тăван, ай, çак киле, анчах пĕрле ӳснĕ те тантăшсем. Изамб. Т. Тăван çичĕ ютран усал тенине илтмен-им? Алешк. † Шурă тăван кăвак куçлă пултăр, куçран куçа пăхсан йăл култăр. Толст. Вăрманта икĕ пĕр тăван пур. Бреняш. учит. Ама-çурин валĕ валеçнĕ чух ютран тăваншăн алли кĕске, хăйĕнчен тăваншăн алли вăрăм. N. Ютă тăвантан хытă çыртать. (Послов.). Бел. Гора. Эпир сана, Маруçинка, тăвантан йăхăрăпăр. Собр. † Уçрăм-пăхрăм алкине, тăватă тăвансем лараççĕ. Ib. † Эпир килетпĕр çак килле, тăвантан тăвана шыраса. ПВЧ. † Эс таçтаччĕ, тăван, эп таçтаччĕ, явăçтарчĕ телей пĕр çĕре. Хора-к. Тăван тăвар тути калать. Юрк. Чӳнтертен тăван Иван çуралнă. Унтан тăван виçĕ ывăл пулнă. В. С. Разум. КЧП. Эх, тăванăм, эсĕ те çав ĕçе тунă пулмалла. Юрк. † Кайăк хурсем пыраççĕ картипе, кукăртан кукăра шыраса; эпир те килетпĕр çак киле, тăвантан тăвана шыраса. Ib. Ютран тăван, чужой человек; хамăртан тăван, свой человек. Ib. † Хамăртан тăван килсен, кукку çунатне сарса ярат. Ib. Çĕрккĕ тăван çĕр çулта, паян тăван пин çулта; çуллĕн вĕçен, çĕрĕн кусан, кутăн шăван, уранăн утан — пурсăмăр та çак хăта патне сăра ĕçме туя килтĕмĕр. (Такмак). Ст. Шаймурз. Эпир тăхăррăн пĕр тăван-тăр, теççĕ. Ib. † Эпирех те килтĕмĕр çак киле, тăванăн тăвана шыраса. Ib. Кăсене илме килнĕ кĕçĕн тăванĕ пилĕк тĕле пиллĕк сурат. Алешк.-Сапл. † Аппа, шăл урайне тасарах, пăхсан шур кĕленчен курăнтăр; тăван тусан, ту юлташна матурне, куçран куçа пăхсан йăл култăр. Сред. Юм. Тăван атте-анне, родные отец и мать. Ib. Тăван пиччĕш, родной старший брат. Якейк. † Йот çын тăвань (чужие) пырсассăн, яшка çупа пĕçереç; хамăр тăван пырсассăн, сив çупала пĕçереç. N. Вĕсем пĕр тăван, они сестры. N. Сысман пăх кута çыпçăнмасть; хăвăнтан тăван мар ача пĕрле пурăнмасть. (Послов.). Городище Б. Санпа пĕр тăвансем миçе? Сколько у тебя братьев и сестер? ЧС. Эпир хам тăванпа, Хветĕрпе, асаттене пĕрте юратмастпăрччĕ. БАБ. Ытти тăвансем пек çулталăк çурăра утакан пулас вырăнне, çичĕ çултан тин утакан пултăм. Юрк. Вăл халĕ сирĕн тăванăр мар, сирĕнпе те, пирĕнпĕ тĕ чăвашла калаçмаст. N. Атте хапхи тăпсине шăтрĕ-тухрĕ пĕр хурăн; çав хурăна кăçалхи çул касмасан: ĕмĕр ларĕ, тетĕр пуль; пирĕн атте-анне тăван хĕрне паянхи кун памасан: ĕмĕр ларĕ, терĕр пуль. (Хĕр йĕри). ЙФН. Пурçăн туттăр айĕ çине ылтăн кукку килсе ларчĕ. Хамран тăван килчĕ те, саркаланса авăттăрĕ; ютран тăван килчĕ те, пăчăрăна-пăчăрăна авăтрĕ. ЧП. Пирĕн аттен тăван хĕрĕ. КС. Юратнă тăванăм! Мĕншĕн эсĕ мана кăçал питĕ тунсăхлаттартăн? Эпĕ санăн çыруна кăçал хĕлĕпех чунтан кĕтрĕм. (Письмо к брату). Альш. † Эсĕ чĕнтĕн, тăванăм, эп чĕнмерĕм, çиленсе мар, тăванăм, вăтанса. Ib. Ĕнтĕ пĕр тăванăмăрсем, çунатăмсем, килĕре те килсессĕн, чысăр пур. N. † Тăван курки тăваткăл. || Рожденный. N. Ай-ай, куккук, чăпар куккук! Хамăртан тăван килсессĕн, мăйне пăрса лараят; ютран тăван килсессĕн, мăйне тăсса авăтать. ЧС. Ялан сутăн илнисем вилетчĕç, килте тăванĕсем вилместчĕç (лошади). СТИК. Ун ачи хăнтен тăван мар вĕт. Его сын не родной. Собр. Пирĕн аттерен тăван хĕрĕ. Ib. † Çӳлте вылят хурт амĕш, хăйĕнчен тăван çӳрисене уйрасшăн мар-и у? Ай пиччеçĕм, пичче, хăвăнтан тăван хĕруна епле уйăрса ярăн-ши? МД. Тăван атте, тăван аппа. N. Вĕсем икĕшĕ (медведь и попадья) пурăннă, тет, упаран тăван ача пулнă (у нее), тет. (Из сказки). Юрк. † Савнă тăванăм, хура куç, асăнат-ши, асăнмаст-ши асне килнĕ вăхăтра.

тăваткал

(ты̆ваткал), четыреугольный, квадратный. Ёрдово. † Тăваткал çытар тĕрлĕ пит, сарса ан хорăр — лармастăп. Тюрл. † Тăваткал çаран тват çаран, çăлассинчен пухасси. Пазух. Тăваткал çерем çĕр-çырли, çырли нумай, çĕр сахал. ЧП. Тăп-тăваткал. N. Тваткал куçлă, клетчатый. || Квадратная или четыреугольная площадь. N. Урам тăваткалĕ, площадь. N. Эпĕр тăракан вырăн 8 çухрăм тăваткалĕ, лупам вырăн, питĕ тӳрем. Ходар. Пĕремĕкне çуррине пиччене пачĕ, çуррине çул тăваткалне, куçсем кайма, еçсе пăрахтарчĕ. Пăрахнă чухне ак çапла каласа пăрахаççĕ: ырă урапа çуна йĕрĕ, çак куç ăçтан килнĕ, çавăнта еçсе пар, тет. (Из обряда „куç чĕлхи вĕртерни“ во время „шатра“). N. Акă ял варринче, пĕр пĕчĕк тăваткалта, шкул çурчĕ... пысăккăн курăнса ларать. || Мера земли. Магн. М. 44. || Особая кладка снопов, когда ставят верхушками вместе с четырех сторон по одному или по два снопа, наверху один сноп (входит 15—20 снопов). Чертаг. || Назв. особого платка, размером 21/2 четверти в длину, 2 четверти в ширину. Атмал-к. N. Тăваткала, хĕр кĕрӳ килне кĕрсен, пуç сырас умĕн, пуçне витсе тăнă. Уна кĕçĕн-кĕрӳ ташласа илнĕ. Уна вара кĕрӳшĕ сылтăм алăн кача-пӳрнине çакса çӳренĕ. Тăваткал пӳркенсе тăнă чух хĕр аллисене чăмăртаса сăмса патĕнче тытса тăнă. || Назв. растения (козловка). Абыз. КС. Тăваткал, иначе: кашличĕ, граненый ствол, едят.

тăваткал пукра

назв. растения. Рак., Кайсар. № 114. Тăваткал пукра. Выçлăх çул управă акма вăрлăх илсе панă. Çав вăрлăхпа килнĕ çак пухра, унччен кунта çукчĕ вăл.

-тăк

частица, соответствующая русскому так. Якейк. Ак ача-тăк ача! Вот молодец! Ib. Ак лаша-тăк лаша! Вот лошадь так лошадь! || Если. Чотай. † Атя, хонь старик, с(ă)ра ĕçме, полштох эреке чиксе пыр, окçу çок-тăк арăмна сот. Якейк. † Полас, полас, поласах; полас мар-тăк, порнас мар, çак ял хĕрпе калаçас мар. Сунт. Ну, Якур, каяс-тăк каяр. Йӳç. такăнт. 5. Каяс-тăк каяс, кĕтеççĕ пулĕ. Альш. Пĕр-ик хăлаç алтса антăн-тăк, шыв тухат вара.

тăкăскă

плотный, тесный, утоптанный, твердый; плотно, тесно, твердо. N. Тăкăскă кĕрет. Сред. Юм. Паян çул пит тăкăскă, лашана пит хĕн, Ст. Чек. Тăкăскă, тăкăс, тăвăр, тесно. Ib. Ку шăтăк тăкăскă. || Туповато. Сĕт-к. Çак çорла тăкăскă касать. || Шероховатый. КС. СПВВ. ФВ. Тăкăскă йăвăç, çăкăр, тимĕр: йăвăçа-мĕне тытсан алă шумасан, тăкăскă теççĕ. || Жесткий (о воде), вяжущуй, набивающий оскомину. КС. Тăкăскă шыв (вяжет во рту). Сред. Юм. Шăла шантаракан япалана тăкăскă теççĕ. Ядр. Çăваршĕнче те тăкăскă полать (во рту вяжет), çол çинче те тăкăскаланать. || Суровый, молчаливый. СПВВ. Уçă кăмăллă çын мар вăл, тăкăскă çын.

тăлăп пӳ

туловище. См. тăлан пӳ, тăлăн пӳ, тăлпу. N. Пĕчĕкçĕ тăлăп пӳне çĕтĕлнĕ кĕпе çакнă. Собр. † Çак тантăшсен умне тăрсассăн, пĕтĕм тăлăп пĕвĕм вăтанĕ.

Тăмпарлĕ

назв. селения. Самар. † Çак Тăмпарлă ял витĕр виçĕ хут тухрăм, сирĕн пекех ырă çынсем тупмарăм.

тăнлаттар

издавать звук „тăн“. || Бодать. СЧУШ. Аяккарах кайнă ку каç-таки, чупса килсе тăнлаттар çак карчăка.

тăна кĕр

стать понятливым, понять, притти в сознание, очнуться. N. Тăна кĕменскерсем (непонятливые). Кильд. † Ах тăвансем, пирĕн хушăмăрти тантăшсем-пĕлĕшсем (scr. етĕшсем-мĕлĕши) кам çуратса чун панă-ши вăлсене, пĕре те тăна кĕмеççĕ. N. Эпĕ сире акă мĕн каларăм: пирвай шухăшласа пăхăр, терĕм, мĕн çинчен шухăшлама каларăм эпĕ сире, тăна кĕтĕр-и, ырă тăвансем? Ал.цв. 18—19. Çак тĕлĕнмелле япаласене курса, эпĕ халĕ те тăна кĕрейместĕп. Юрк. † Пусма кĕпе пусат вăл, хăмаç кĕпе хуçат вăл; тантăш тăна килмесен, ĕмĕр хуйха пусат вăл. Б. Яныши. Ларсан-ларсан, тăна кĕрчĕ, тет те, атти килне кăларса яртăм, тет.

тăп-тăп

подр. стуку копыт. N. † Тăп-тăп тăвать халĕ çак турă ут, сарăлнă-тăр çавăн чĕрнисем (стук копыт, мягкий, на месте, а не на ходу). Альш. † Тăп-тăп кăна тăп-тăп турă ут: сарăлнă-тăр унăн чĕрнисем. Чураль-к. † Тап-тăп тăпиçăм, тăпи ура хуçăкçăм, пиçен-таçан курăкçăм, курăк çине пусимăп. (Пыл хурчĕ). || Удобно. N. Халĕ кĕнекесене тыткалама тăп-тăп, вĕсем нумай чăрмантармаççĕ. Ун чухне уйрăм-уйрăм тир татăкĕсем çине çырнă, хальхи пек хут çине пуçтарса ӳкерме пĕлмен. || Нежно, осторожно, бережно. Сборн. по мед. Ача вилĕ пек çуралсассăн, ăна кăкăрĕ çине, хырăмĕ çине сивĕ шыв пĕрĕхсе, е алăпа тăп-тăп пускаласа чĕртеççĕ. Букв. 1904. Лашисене пырса аллипе тăп-тăп савса ачашласа каланă. Альш. † Тăп-тăп тытса савнă чух (когда ты меня ласкал, бережно держа в руках), ытараймарăн, аттеçĕм. (Хĕр йĕрри). Ib. † Чупса-чупса çӳренĕ чух, тăп-тăп тытса çӳренĕ чух, тăп-тăп тытса савнă чух, ытарасла марччĕ, аттеçĕм: халĕ епле ытарăн-ши? (Хĕр йĕрри). Сред. Юм. Ашшĕ ачине тăп-тăп савать (тихий удар руками). || Крепко. N. Пĕр йĕрке кирпĕч сарлакарах хурса тухса, ун çине пĕрене хурас пулать, вăл вара кирпĕчсене тăп-тăп тытса тăрать. || Аккуратно; бережно. Сред. Юм. Ута хол айĕнче пит тăп-тăп тытса кайрĕ (собрал хорошо и не сорил). Ачач 49. Хăйне таса та, тăп-тăп тытнăшăн ытараймасть ăна. Кан. Шур çип кĕпи çĕлетрĕм, клетке тăп-тăп тăмашкăн. N. Окçа-тенке тăп-тăпрах тытса осрăр. Деньги держите поаккуратнее. Слеп. Тыткалама тăп-тăпрах тăп-тăп япала (çĕмĕрĕлмест). Çутт. 19. Анне кĕлтисем тăп-тăп, пурте пĕр пек, илемлĕ. N. Апла-капла — саррине, уна-куна — хурине, тăп-тăп яшă пĕвлине. НИП. Тăп-тăп çын, аккуратный. N. Пурăнăçа тăп-тăп тытаççĕ. КС. Вĕсем тăп-тăп пурăнаççĕ (без лишних расходов и пр.). N. Тăп-тăп пурăнма тăрăшăр. Ачач 90. Елĕк ялан шухăшлăрах, тăп-тăпрах çӳрекен ача халь хăйне валли сасартăк урăх çул суйласа илет. || Аккуратный, опрятный, стройный. Пазух. Çак ялăн хĕрĕсем, тем чул тăп-тăп пулсан та, Тăрăн хĕрне çитес çук. Тюрл. Тăп-тăп = пĕчĕкĕрех. Ib. Тăп-тăп-тыткалама лайăх.

тăр

(ты̆р, тŏр), вставать; стоять. N. Икĕ ура çине тăрса ӳкерттер. Çутт. 70. Икĕ ура тăрне тăрса йĕри-тавра пăхкалать. N. Хăвăр аппусампа портăпа тăрса вăрçнă. N. Чĕнмесĕр тăрать-тăрать те, мĕн те пулсан каласа хурать (вдруг скажет о том, что уже было). Могонин. Çавăн пек йĕрĕх те çынна тытать; йĕрĕх тĕлне тăрсан, е таптасан, е сурсан, вăл вара çав çынна кĕсен-çăпан чирĕпе асаплантарать. Чуратч. Ц. Вăл хапха патне тăчĕ те, каçчен те ниçта та каймарĕ, çантах тăчĕ. Якейк. Ĕçлен, мана кориччен, чăмăртанса выртнăччĕ; мана корсан, тăрса шăтăкне тарса кĕч. || Вставать с постели. N. Пуринчен иртерех тăратăп. Мы встаем с постели раньше всех. N. Вăл халь те çывăрса тăман. Орау. Эсир тăнă-и? Эсир тăтăр-и? Вы встали? Ib. Эсĕ тăнă иккен. Ты, оказывается, встал. Ib. Эс тăним? Разве ты встал уже? Оринино. Çывăрса тăрчĕ, кайса тăрчĕ. Орау. Хăна тăн(ă)-и? Встал ли гость? Регули З57. Эп килнĕ чох вăлсам порте тăнăччĕ. || Стоять (напр., о войске). N. Кайра тăратпăр. Мы стоим в тылу. || Задерживаться; воздерживаться. Шибач. † Лайăх арăм илес терĕм, хак хаклă. Хак хаклăшăн тăрмастăм(ччĕ), яшкĕрĕмрен хăрарăм. Б. Олг. Виç тенкĕшĕн ан тăр. Не спорь из-за трех рублей, не стой, не задерживай. Кореньков. Трапхим пуçĕ ĕçленĕ саплăкшăнах пит тăман (произн. тăмон), толькă онăн сăкмонĕ пиншак майлă чут полман. Яргейк. † Чемей çулĕ лакăмлă, çул усалтан тăрмастпăр, хĕр лайăхшăн тăрмастпăр; Чемей хĕрĕ пур çинче эпир арăмсăр пурăнас çук. N. Килте хĕрсем: питĕ мар-и(?) мĕн çамрăк, тесе, тармасчĕ полмала. || Стоять за кого (за что), заступаться, защищать. КС. Сутра маншăн пит хытă тăчĕ (заступался, защищал). || Происходить. N. Халĕ конта вăрçă выйлах тăрмаç. N. Вăрçă халĕ вуйлах тăрмаст. || Находиться где-либо; находиться в известном состоянии. N. Пĕр эрнерен ачанăн акăшĕ хăмăшлăха кайса пăхат та, шăмăсем çапла тăнинех курат. N. Унта кăкшăмпа (в кувшине) шыв ларнă (или: тăнă). N. Эпĕр вăрçăра ик уйăх тăтăмăр. Альш. Çуркунне шыв тăрат, çула та типмес (в болоте). Бес. чув. 14. Халĕ вăл вырăнта пĕр лачака анчах тăрать. N. Вăрçи-вăрçми тăратпăр. N. Вăл унта яланах пĕр пек, пĕр чарăнмасăр тăрать (холера). Календ. 1906. Унта ир пулнă чухне пирĕн çĕрле тăрать. О сохр. здор. Вара шыв тăми пулса курăксем çĕрмен те, тин сивĕ чир пĕтнĕ. Бугульм. † Хранцусски тутăр виç панулми, эрне тăчĕ арчара. Н. Карм. † Сĕтел çинче тăракан, ай, хăпарту, пăрирен мар-ĕçке, тулăран. Регули 20. Ĕçлемесĕр виç кон тăрать çак кĕпе. || Висеть (о кнуте). || Храниться. N. Клетре тырсем мĕле тăраççĕ? О сохр. здор. Кĕççе (войлок) таса тăтăр тесе, ăна пиртен çĕленĕ пит тăхăнтарас пулать. || Сидеть (об одежде, белье). Якейк. Ман кĕпе лайăх тăрать-и, пăх-ха. || Служить, находиться, состоять в должности. Альш. Вĕсем пĕр çул кăна тăнă. Бес. чув. 4. Малтан вăрман улпучĕ патĕнче виçĕ çул тăрса ирттернĕ. N. Хăшĕ халĕ вĕрентекен пулса тăраççĕ, хăшĕ тата урăх ĕçре тăраççĕ. N. Чиркӳ старастинче тăрасси темĕнех мар. || Быть в ожидании чего-либо. Тюрл. Пирĕн атте аппăшин хĕрне çураçнăччĕ те, туй тăвасшăн тăратьчĕç. || Держаться (в памяти). N. † Ах аттеçĕм, аннеçĕм, нуммай чĕркĕр çинче вылятрăр, халь те тăрат чĕре варринче. || Находиться в чем. ЧП. Мĕн пур кил ун пуçĕнче тăрат. N. Çав кӳкĕрт шăршипе пӳрт ăш-чиккинчи пĕрене çурăксенче тăракан чирсем пĕтеççĕ. || Стоить. N. Унта кайма тенкĕ тăрать. N. Вĕсен пĕр тумтирĕ те хăшшĕн пирĕн çурт хакне тăракан пур. N. Сирĕнпе пĕр сехет курса калаçни пĕр ĕмĕре тăратьчĕ. N. Эсĕ çăкăрăн пĕр пĕрчине тăмастăн, вĕт, теççĕ. N. Укçа пĕр тенки пĕр пуса тăман вăхăт килĕ. N. Пĕр-икĕ сăмах çырсан та, çĕр сăмаха тăрать. N. Ку япала нимĕне те тăмас (ничего не стоит). N. Мĕн чухлĕ тăрат? Перев. Мансăр пуçне эсир ниме те тăмастăр. Регули 104. Çав кĕпе ĕçлесси те пĕр сом тăрать. Ib. 133. Çав кĕпе ĕçлеме пĕр сом тăрать. Хурамал. Кунта этем ячĕ мĕн пурĕ иккĕ, а эсир виççĕн, виçĕ этем те манăн пĕр чурама тăмаç, тет. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 11. Анчах шыраса вăхăт ирттерме тăрать-и? — Тăмасть. N. Эсир пурсăр та нимĕне тăмастăр. Чинер. Манăн 25 тенкĕ укçа 25 пуса та тамарĕ пулас (не оценили посылки). N. Мана кĕнеке вуласси те мĕн тăрать (= паха). Юрк. Старасти те ăна хирĕç, аллипе умĕнчи çуртисем çине тăсса кăтартса: кăсем акă икшер пус тăраççĕ, кăсем виçшер пус, кăсем пилĕкшер пус, аккусем тата, шултăрараххисем, вуншар пус тăраççĕ, тесе каласа парат. N. Хамăр ăслă, ыттисенчен кая пулмасан, çын мăшкăланни мĕне тăрать вăл? N. Нумаях та пулмаст, вăл 50 миллион кивсен илчĕ. Анчах вăл укçа нимĕн те тăмаст: 2З кĕпĕрне çыннине выçă вилесрен хăтарас тесен, темиçе миллион тенкĕ кирлĕ. ТХКА 48. Пирĕн лаши виççĕ, хăлхи улттă, хӳри виççĕ, виç лаша чунĕ пулин те, пĕр лайăх лашана тăмаççĕ вĕсем, тесе пуплетчĕ пирĕн атте. || Стоять в цене. Кан. Тыр-пул, апат-çимĕç хаксем çапла тăчĕç. || Стоять твердо, настаивать. N. Вăл туртма пăрахас тесен те, час пăрахаймасть. Хăй сăмахĕ çине тăракан çын анчах пăрахма пултарать. N. Эппин сăмахăр çине тăма тăрăшăр (держите слово). || Стоять (о погоде. Здесь „тăр“ иногда не переводится). N. Кун сивĕ тăрат. День холодный. N. Кунсем пĕр май сивĕ тăраççĕ. N. Çанталăк мĕнле тăрат? Какова погода? Якейк. Ай, халь авăн илме çанталăк уяр тăрать (ясная погода). Букв. 1908. Çанталăк ăшă тăнă. Толст. Çĕр çинче çанталăк пур тĕлте те пĕр пек тăмасть (не везде одинаковая погода). || Продолжаться. Панклеи. Тĕтре тăрчĕ (продолжался) тăватă кун. Кан. Çĕр чĕтрени 30 çекунлă тăнине пĕлетпĕр. Ib. Выставккă сентябĕрĕн 29-мĕшĕнче уçăлса октябĕрĕн 1-мĕшĕччен тăрать. Толст. Вăл вырăнта çу виçĕ уйăх анчах пулать, ытти вăхăтра пĕр маях хĕл тăрать. || Держаться на чем. Орау. Пӳрт çийĕ юпасам çинче тăрать те, пит начар, кĕç-вĕç ӳкес пек туйăнать. Крыша держится на столбах плохо. || Удержаться. Бгтр. Пылчăкĕ тăмарĕ, тет те, шыв киле çитиччен пĕтĕмпех юхса тухрĕ, тет. Грязь не удержалась (в решете), и вся вода вытекла. ЙФН. † Ырă çурт çинче юр выртмасть, пирĕн пуç çинче çӳç тăмасть. (Салтак юрри). N. Хăвăнта тăман сăмах çынта тăмасть. (Послов.). Якейк. Эпĕр туйя кайнă чох хĕр аллинче çĕрĕ тăмаçть (т. е. на время отдают парням ехать на свадьбу). || Приниматься, начинать. Скотолеч. 17. Анчах пĕрре сĕрме тăрсанах, пĕтĕм лашана сĕрме юрамасть (нельзя в один прием, сразу протирать всю лошадь). N. Килте хут пĕлекен те çук; писме çыртарма тăрсан та, виçĕ-тăватă киле çитес пулать. N. Письмо çырма тăрсан та, темиçе начальник чĕнеççĕ (зовут, т. е. не дают покоя): Гурянăв та Гурянăв, тесе. N. Çам пек çырма лараччин, çырмали питĕ нăмай пекчĕ, çырма тăрсан.. пурне те манса пĕтрăм. Ачач 25. Кунĕ уяр, ăшă. Хĕвел пăхать Тумла юхма тăрасшăн. Ib. 53. Алăкран кĕнĕ чух такăнма тăчĕ. N. Çисен, пуçах пуçтарма тăнă вăл. || Собираться. Толст. Çуртана сӳнтерес тесе тăраттăм ĕнтĕ, сасартăках темĕскер çыртнине сисех кайрăм. Б. Олг. Эп онтан кайма тăртăм, вăл каларĕ: çарăн-çарăн, паратăп, паратăп, ик кĕренке вонçиччех, тет. Турх. Вĕлерме тăнă вăхăтра... Чăв. й. пур. 9. Хăй çынна япала парса пулăшса тăрсан та, çапах çынсене нимĕнпе те кӳрентермен. || Пытаться (сделать что-либо), намереваться.N. Пурăнма йывăр пирки çак хĕрача темиçе хутчен те çакăнма, çăла сиксе вилме тăнă. Пир. Ял. Çакăнса вилме тăнă. Ст. Шаймурз. Катма тăтăм, шăл витмерĕ (орехи). В. Олг. Салтакне касса пăрахма тăрчĕç: чăсатăн, тесе. Кан. Хăйĕн малтанхи арăмĕ патне револьвĕрпе пырса кĕрсе, арăмĕнчен япаласем илсе тухма тăнă. || Задерживаться. N. Анчах нуммаях ан тăр, часрах тупса кил вăлсене! — Юрĕ, нуммай тăратмăп, тупса килĕп эпĕ. ЧП. Нуммай тăмăпăр, час кайăпăр. Юрк. Нуммай та тăмаст, калле çаврăнса тухат та: кĕтсе тăрăр, час тухĕ, тет. N. Нумай тăмастăп калах яратăп (письмо). О земл. Сӳрене пăртак тăрарах тепĕр хут тусан, эпир усă куратпăр. || Ждать, подождать, потерпеть. N. Тархасшăн пăртак тăр, чăт. N. Вăл ĕлĕкхи пекех, нимĕн те тăваймĕ тесе, тăрса пулмаст. ЧП. Çичĕ кун та ан тăр, килсе тăр. Альш. † Эрнен хушши ултă кун. Эрне ан тăр, тăванăм, пырах тăр. || Относиться к кому. N. Бюрократия тесе чиновниксене пурне те, вĕсем халăха мĕнле тăнине калаççĕ. || Считаться за кем. Капк. Хут çинче унăн хваттерĕ Сĕнтĕр-вăрринче учитĕлницăра пурнакан акăшĕ çийĕнче тăрать. || Иметь желание. О сохр. здор. Унăн ĕçлесси килмест, яланах выртасшăнах тăрать (при лихорадке). N. Нихăçан та ӳпкелешмеççĕ, çынна хирĕç усал сăмах калаçмаççĕ, никама та усал тăвасшăн тăмаççĕ. || Быть готовым. N. Парас пек тăр. Н. Седяк. Тилĕ çăхана тытрĕ, тет те, çиме тăрат, тет. || Побывать. ЧС. Эпĕ пиччесем патĕнче пăртак тăтăм-тăтăм та, ăйхă киле пуçларĕ. || Бывать, находиться. N. Çавăнпа ăсен укçисем темĕн чухлĕ çĕлесен те, алра тăмас, тет. О сохр. здор. Çĕр нӳрлĕ тăмасть (не бывает сырою, на горе). Ст. Ганьк. Çĕлен сăхсан, выльăх та, этем те шыçăнса каят, ун шыççи хытă тăрат. Ходар. Хурал пӳртĕнче хай кăнтăрла çын питех тăмаçть. || Оставаться целым, находиться в целости и сохранности. Пухтел. Çăнăх та тăмас. ЧС. Лаша умĕнчи çиме çаплах тăрат: пĕртте иксĕлмен. N. Хăйсем сывă-и, çӳреççĕ-и, выльăх-чĕрлĕхсем тĕрĕс-тĕкĕл тăраççĕ-и? || Принадлежать. Кан. Эсеккасси ялăн çĕрĕ çинче тăватă ял çинче тăракан халăх вăрманĕ пур. || Взлетать. || Следовать. N. Манăн сăмах çине тăр. || Восстать. N. Хирĕç тăр. || Жить, обитать, здравствовать. N. Вăл ман патра тăрать. Календ. 1904 Праçшкре те кӳрше кайса килетĕп те, вара кунĕпе килте тăратăп, тет. N. Нумаях та тăмăн, çуркунне пулĕ, унтан çу та çитĕ. Алешк.-Сапл. Сыва тăратна? тесе салам яр. Альш. Унтан тата: ят улăштармасан ача тăмас, тенĕ. Çавăнпа улăштарнă (прежние чуваши). Хăшĕ-хăшĕ ачи начар ӳссессĕн: ятне улăштарас, теççĕ. N. Епле шухăшпа тăратăр, мĕн шухăшлатăр, мĕн калаçаççĕ сирĕн ялта? тетĕп. Альш. Çăммисем: ĕлĕк пит аван тăраттăмăр, тет. Бес. чув. З. Сывă тăратăн-и, ачусем мĕнле пурăнаççĕ, выльăхусем мĕнле тăраççĕ, тесе ыйта пуçларĕ. Сборн. по мед. Ачасене туртса илтĕн пиртен, киле пымаççĕ, кунтах тăрасшăн. С. Айб. † Нумай пĕтет, сахал çитет, пĕрле тăнине мĕн çитет. N. Акă нумаях та тăмăпăр — салтак пулăпăр. Кан. Пĕр çынпа. Çавнашкал ĕçпе тăнăскерпе, лав çине ларса тухса вĕçтерет. N. Санран çыру илмесĕр пилĕк уйăх тăтăмăр. || Не переводится при „пек“ N. Тăвансем тăраççĕ йĕрес пек. N. Çăмăр çăвасшăн. Ун чухне çăмăр çăвас пекех тăратьчĕ (собирается дождь). || Употребляется в качестве вспомогат. глагола. N. Кайса тăратпăр, укçа çук. Мы ходили туда, но там (всё) нет денег. N. Эсĕ пирĕн пата кайкаласа тăр. N. Каймасăр-килмесĕр ан тăрăр. Захаживайте почаще. N. Пичче, ан çилен, эпир ярсах тăнă, çитмеç апла сан пата. N. Хĕветĕре эрнере пĕре курах тăрап. В. Олг. Халь çисе тăримест вăл, каймалла. ЧС. Кăнтăрлачченех киле кайса тăраймăпăр-ха, çак керемет çеремне кăшт та пулш сухалар. N. Вăл çапла каласа тăнă чухнех... СЧЧ. Ну, кусем чăнах та пăрахса тăраççĕ ĕнтĕ (совсем вот кажется готовы бросить языческие молитвы). Пĕри-пĕри чирлесенех, хай-ĕскерсем нуккă чӳк тума тапратаççĕ, чăтса кăна тăр. Трень-к. Вĕсем уя тухса тăратьчĕç те, пире кĕтетчĕç. N. Шăтăк алтса тăчĕ те, алтса çитерсен, хатĕрленĕ шăтăкне хăех кĕрсе ӳкрĕ. N. Аттеçĕм, аннеçĕм, хуран тулли аш çакса: пиçе тăтăр, терĕр пуль; хĕрĕре аякка парса: йĕре тăтăр, терĕр пулĕ. Юрк. Эпĕ килте ĕçлемесен те, кашни уйăхра эпĕ сире укçа ярса тăтăм. Истор. Ăна хирĕç янă çар чарса тăрайман, пĕр май чакса пынă. N. Ман короле çын ирĕкне тивес çук, юсах тăрсан, нихăçан та вилес çук. N. Камăн та пулса сасартăк сиен пулса тăрсан анчах хăй тума пулнă ĕçе тăваймасть. N. Ăна курасшăн çĕмĕрт йывăççи çине улăхса тăнă. N. Унччен те пулман, сут тавраш çитсе те тăнă. N. Çав вилнĕ çын ӳчĕ типсе хытса тăнă, ун пек кĕлеткене мумия теççĕ. N. Çак йĕрке тăрăх акă мĕн пулса тăнă. Юрк. Çав сăмаха илтсен, хай çыннăн вăтантарас вырăнне, ирĕксĕрех ăна мулпа пулăшас пулса тăнă. Ивановка. Шкулта эпир пынă çĕре урăх ачасем те нумай пухăнса тăнă. Сред. Юм. Нăмай шохăшласа тăрса полмас. Долго раздумывать нечего (нельзя). Изамб. Т. Салтака кайсан, килтен укçа ыйтас вырăнне, хăй ярса тăчĕ. Алших. И, Сĕве-тĕр, Сĕве-тĕр, Сĕве тăрăх хӳме-тĕр; аршăн-аршăн пĕвĕм-тĕр, ылттăн ука çӳçĕм-тĕр, кĕмĕл черкке куçăм-тăр, йăлтăраса тăрат-тăр; ай-хай чунçăм, вăйçăм, янăраса тăрат-тăр. Чăв. юм. 1919 ç. 11. Ука çӳç тыткаламалла та мар: хускаланса, ваткаланса çеç тăрать. Шăна чир. сар. 18. Çимелли япалисене пĕр маях витсе тăрать. Чураль-к. † Çинçе урама хыпар яртăм, хĕрсем тухса тăрмалла; хĕрсем тухнă, ачисем тухман, ачисем тухнă, эпир мар. Орау. Пĕр-пĕринпе тавлашса тăмастăр-и? Истор. Час-часах тата монахсем тăвас ĕçе вĕсене хушса тăриччен хăй тăва-тăва пăрахнă. N. Çынсемпе çапăçса алли-урисене амантса пăрахаççĕ. || Употребляется в чувашизмах. Букв. 1904. Савăннипе пĕртте туйман, хĕвел каçалана кайнă-тăнă. Ib. Инкек çине инкекех тата: çав вăхăтрах ун ури салтăннă-тăнă. Ib. Унтан хайхи вăрăм-туна эрешмен картине çакланать-тăрать. Альш. Пĕр-пĕр улпут тавраш виç-тăватă лашапа кӳме кӳлсе, хăнкăртаттарса иртсе каят-и, вăкăр кĕтĕвĕсем хăваласа каяççĕ-и, унта мĕн те пулсан курах-тăран: ахаль иртмес пĕртте вăхăт. Ib. Вăрманта çул такăр, тӳрем. Ниçта çырмана-мĕне анса-туса тăмалла мар пирти пек. Сред. Юм. Калах тăран-ха эс она, пăртак тăрсан каллах манса каять. Все ему сказываешь, а он немного погодя опять все забывает. N. Унăн тавлашасси, чĕлхепе çĕнтересси анчах киле тăрать. Собр. Хăни килех тăрат, кĕççи сарлах тăрат. (Пӳрт улăхтарни). N. Каç выртсатăма питĕ кансĕр: çанталăк сивĕ. Яжутк. Пирĕншĕн аттен ма макăрас, тăрас-кӳлес лаши пур. Скотолеч. 27. Тăнă çемĕн хытăрах кӳпĕнсе пырать.

тарса юл

оставаться, оставаться на месте. N. Шыв тулнă вăхăтра шывпа юхса килсе тăрса юлнă. Юрк. Çуеççи: Питтĕр куллинчи шыв юхса тухнă, пуллисем пурте типĕ çĕре тăрса юлнă, çавсене тиесе килме каятăп, тет те, Кирли хăй лашине хытăрах хăвала пуçлат, тет. Юрк. † Çунаçăм сулăнчĕ сулăнка, хамăр тăрса юлтăмăр сылтăма. ЙФН. † Икĕ алă тулли ултă туттăр, илес тенĕ хĕрĕн пурçăн туттăр, тăрса юлчĕ, курăнать. N. Ампар тăрса юлчĕ. Амбар (двухъэтажный) остался цел и невредим. Кан. Ун çемйи пĕр ĕне вĕçне анчах тăрса юлнă — килтисем выçлăхпа йăлтах çисе тасатнă. ПВЧ. 108. Савни лартнă ют хĕре, тăрса юлтăм алăка. Альш. Чассавни çумнерех ларакан пĕр килĕ юлат тăра (после пожара). Якейк. Эп пасара кайма тохсаччĕ; ман пушă киле тăнă-йолнă, пушă патне ирĕксĕрех каймалла полч. Орау. Кашни çул качча кайимасăр тăра-тăра юлать. N. † Сар-сар арча, сар арча, сăр çитмесĕр тăра юлчĕ. Ала 72. † Икĕ витрем симĕсчĕ, тăра юлчĕ çал патне; савнă ачам сар ача, тăра юлчĕ Ейпеçе. Шорк. Киле килме тапраннăччĕ, хупах умне пычĕ, тăрах юлчĕ, пымасть. Вышли было итти домой, подошел он к кабаку и остался, не идет. (Выражается неожиданность, недоумение по поводу факта). Шишк. Ах тантăшăм, Сантăркка, карчăк вурнех тăрса йолчĕ. Скотолеч. 17. Эмелне лайăхрах лутăркаса сĕрме кирлĕ, сахал сĕрсен çăмĕ çине тăрса юлать те, усси сахал пулать. ЧП. Лайăх ятăм тăра юлĕ ял çине. || Пропускать. Кан. Пĕр пухуран та тăрса юлар мар. || Лишиться. N. Çука юлса çак ху ларакан кĕççерен те тăрса юлăн. Юрк. Çав каçах кунăн хай ылханнă лашине кашкăр çурса тухать. Курăсăн, хай çын пĕр лашасăр тăрса юлать. Ĕç вăхăтĕнче суха çыннийĕ лашасăр тăрса юлни пит начар. N. Çорран тăрса йолтăм. Тим. † Романовски кăçатта хапсăнса, хура кăçатăсăр тăрса юлтăм. Кама 54. Пурте пĕлеççĕ, пĕлтĕр манăн лаша ӳкрĕ: алăсар тăрса юлтăм. || Запоздать. ППТ. Пирĕн ялăн çапла тăрса юлса, хăш çулне Питрав кунĕ, хăш çулне Питрав ыран тенĕ чухне тин тăваççĕ (т. е. уй чӳкĕ). N. † Тăрă шыв урлă каçнă чух тăрса юлас ан пулăр. Якейк. Паян эпĕр кĕтӳрен тăрса йолтăмăр (проспали стадо).

тăрат

(ты̆рат, тŏрат), заставить, позволить встать. N. Эпир чӳрече çине тăрăпăр.— Эп сире тăратăп. ТХКА 40. Атте, кĕсрене тăратса ярас тесе, пынă та, кĕсре сывламас та, тет. Ib. 42. Эпĕр те çуркунне аттепе иксĕмĕр хăла тьыхана тăрата-тăрата кантарса, майпе çавăтса, Пичаваш катине леçсе ятăмăр. || ЧС. Пӳртре тăратмаст (не позволяет мне быть в избе). || Остановить. N. Лашăна тăрат. Останови лошадь. Кан. Тпрр-ру!.. Тăрат, атте, çакăнта. Тип-çырма. Тăратăр-ха! Стойте-ка (говорят едущим на лошадях). Ала 13°. Çавă пăрахот пырса тăратсассăн, çакă ватă хуçа пăрахот çине кĕнĕ. || Держать в бездействии. N. Мĕн пур пек вăйна, ăсна ахаль ан тăрат,— телей тупма урăх май çук. || Продержать, дать существовать, N. Унăн йăхне ĕмĕр-ĕмĕрех тăратăп. || Держать. N. Тирпейлĕ арăм пӳртре çӳп-çап тăратмаçт. О сохр. здор. Çĕр ăшĕнче çĕрекен япаласене пĕртте тăратас пулмасть. Ib. Пĕр-пĕр тумтире тулта тăратсан, вăл ытти япаласем пекех сивĕнсе каять. Скотолеч. 19. Тутăрне улăштарса çыхнă чухне суранне кăшт та уçă тăратма юрамасть. Якейк. Çăмартая вĕрекен шу шăнче пилĕк минут тăратсан, пиçет. Ib. Çип çамçа хотсан, каткара вуник сахатран ытла тăратма йорамаçть. Юрк. Пиçекен ашĕсем чукунта тăратса тăраканнисем, вутпа çунса, ĕнек тути калаççĕ. N. Вăрă-хураха, пысăк арчана йывăç çине çакса, виличчен тăратнă. || Поднимать. N. Хăпартнă чох перĕн орапа тӳнсе карĕ, ăна эпĕр тăратрăмăр та, киле карăмăр. Ст. Шаймурз. Путнине кăларма хушнă, тупнине тăратма хушнă. Ib. Çӳлелле тăратат. Поднимает к верху (ногайку). N. Хайхи тарçă хулхисене тăратса, пурне те илтесчĕ тесе, шухăшласа ларнă. Халапсем. Унăн урисем çӳлелле тăратса тăраççĕ (торчат). || Будить, поднимать с постели. Пшкрт. Якейк. † Хамăр ялăн хĕрсене айне тӳшек сармалла, çине тăлăп витмелле, ачашласа тăратмалла. Качал. Хĕр тăратать-тăратать Йăвана, тăратса та тăмастĕ (не просыпается). || Ставить, поставить. Орау. Мĕшĕн лашисене пурте кунта тăратнă. Трхбл. Тăрат лашана. Поставь Лошадь. ЧС. Çавăнпа эпĕ насвуса тăратнă тĕле, ăна курма тесе, кайрăм. N. Пĕр çынсене тепĕрисем çине хирĕç тăратса вăрçтарса çӳренĕ. N. Вĕсен йĕри-тавра тĕкме тăратса çавăрăннă. Якейк. Тăратса тусан, чĕмел лайăх типет. Чĕмел тума пуçланă чох тват-пилĕк кĕлте тĕкĕштерсе тăра(та)ççĕ те, онтан çавăрса каяççĕ. Ib. Вăл чола выртарса хоман, тăратса хонă. || Назначить, поставить. N. Паян урăх санитара тăратрĕç ман вырна. || Представлять. N. Вăл çав çулнех округа хут тăратнă, 50 ача таран вĕрентмешкĕн. Кан. Хăйсем тĕллĕн кайса çĕр йышăнса килнисем çак каланă хутсенчен кайранхи икĕ хута анчах тăратмалла. || Доставлять, поставлять. Кан. Байков хаçатсене вăхăтра тăратмасть. Кильд. Ку çамрăк хуçа хĕрин (у невесты) мĕн çуккине вăл хăй тăратма пулнăю Ала 8°. Сирĕн мĕн çуккине эпĕ хам тăратăп, анчах эсир мана хăвăр хĕрĕре парăр. Якейк. Эп школа вотă тăрататăп. Я доставляю в школу дрова. Ib. Вăл пире аш тăратать. Он доставляет нам мясо. Ib. Вăл çар валли лаша тăратать. Он для армии поставляет лошадей. Янтик. Çар валли лаша тăратать вăл (поставляет лошадей для армии). Юрк. Пирĕн хура-халăхăн: çын вырăнне çын тăратас, тенĕ сăмах пур. N. Лаша вилчĕ, питĕ ан колян, çотăкăй (= всетаки) он вырне тăратрăмăр. || Задерживать. N. Çак хота (= çырăва) илсен, ан тăратăр, часрах ярăр. N. Пиçмине сирĕнтен илсен, пĕр сахат та тăратмарăм, кала ятăм часрах. N. Вăрçă выйлă пулсан, пире те нăмаях тратмаççĕ. N. Пиçмона авла (= алла) илсен, пĕр кун та ан тăрат (не медли ответом). N. Çырува ан тăрат, как çитсенех яр. || Оставлять. N. Нимĕн те таратмаççĕ (все тащут, воруют). N. Пĕр япала та таратмаст. || Поместить. Ст. Чек. Çулăха вутă тăратнă (поместили в „çулăх“). Янгильд. Çул каякан çын карĕ; анчах Микита патне аслати çитрĕ те, калать: ма тăратрăн эсĕ вăл çынна? Вăл этем мар, вăл осал, вăл мантан вăтăр çол мăшкăласа çӳрерĕ. || Построить. N. Вĕсен пӳрт-çурчĕсене салтаксем тăратнă. || Erigere (mentulam). || Употребляется в качестве вспомог. глагола. Орау. Пĕр çынна çил çӳлелле çĕклесе капан урлă каçарса тăратрĕ, тет. N. Ултă çула вbççĕмĕш ятташне пĕр кăлармасăр тăратма хупса хурать (запирает свою дочь).

тăрăх

(ты̆ры̆х, тŏрŏх), длина (полотна). Янш.-Норв. Пилĕк тăрăх шур пирĕпе виçĕ тăрăх улача пур. КС. Тăрăх, цельная холстина (пир тăрăхĕ). Слеп. Пĕр тăрăх пир (20—25 аршăн и 10 аршăн). Янтик. † Тăрăх-тăрăх шурă пир, тăрăхĕ вăрăм пулинччĕ. Чăвашсем 22. Вăл вара вĕсенчен виçшер тенкĕ укçа, пĕрер тăрăх пир илнĕ, пĕр четвĕрт эрех ĕçнĕ, тет. Султангул. † Тăрăх-тăрăх улача, касса пĕтмĕ, терĕр-им? Пĕвĕ ӳссе çитĕ те, ăсĕ кĕрсе çитĕ те, ĕмĕрне каймĕ, терĕр-им? N. Ун пуçĕнчен шухăшсем кумса пĕтернĕ тăрăха тĕрлеме пуçларĕç. Хăшĕ-ха ун чăн илемлĕ тĕрри? Ал. цв. 12. Аслă хĕрĕсем хăйсен пурçăн тăрăхĕ çине ылттăн кĕмĕлпе тĕрлекен ĕçĕсене пăрахса, ашшĕне хирĕç чупса тухаççĕ. Сред. Юм. Пир кăнтарăм; пир, тăла тĕртсе кăларсан: пĕр тăрăх тĕртсе кăлартăм, теççĕ. || Мера ниток? || Звено. N. Вăл вăкăр хапхаран кĕреймен, ăна çичĕ тăрăх хӳме сӳтсе картишне кӳртнĕ, тет. (Такмак). Тайба Б. † Ултă тăрăх хăмана утса тухса пулмарĕ. || Плаха. Орау. Виçĕ тăрăх вутă исе килтĕм (три плахи). N. Нимене çич лав карăмăр. Тăрăхине пĕтерсе килтĕмĕр, çатрака юлчĕ. Собр. † Тăрăх-тăрăх вут сыппи, ялан ĕне ури айĕнче. Орау. Тăрăх, полено трехаршинное. Ib. Пĕр тăрăх вутă парса ярăр-ха мана кивçен. || Полоса. Толст. Унтан ункăран унка пĕр вершук çитейми тимĕр тăрăх илнĕ. || Местность. КС. ЧС. Пĕрре пирĕн тăрăхра выльăх мурĕ пулчĕ. Кан. Ункă тăрăхĕнче ун пек пуян урăх çук та. N. Хамăр тăр(ă)хсам çок. Нет людей из нашей местности. || Продольный. Ст. Чек. † Пруххăртейĕн хыçĕнче тăрăх хăма çураççĕ. Собр. Уйра тăрăх пăта тăсăлса выртат. (Йăран). N. Тарăх та выртрăм, Елекка, урлă та выртрăм, Елекка, юраймарăм, Елекка. (Старинное изречение). || Употребляется в качестве послелога. Орау. Манахсам тăрăх çӳрерĕм, вырăн çук. Паян кĕпĕрне хуçи патне кайса пăхмăр-ши? Вырăнсăр юлап вĕт. Халь Пашалу тута патне кайса килем-ха. Час килеп. N. Çак çын ĕнтĕ, юмăç каланине манас мар тесе, çул тăрăхах (по всей дороге): пĕр пăт тух-и, çур пăт тух-и, пĕр пăт тух-и, çур пăт тух-и, тесе таварăнать, тет. Ал. цв. 7. Çав пусма тăрăх вăл патша çуртне кĕрет. N. Вĕсенчен хăшĕ министр патĕнче, унăн канцелярийĕсенче ĕçлеççĕ, хăшĕ пĕтĕм патшалăх тăрăх ĕçлеççĕ. Мошков. † Ула кушак, шур кушак ширшанта (шаршан та?) тăрăх (scr. торэх) кускалать; ача чнпер (çавă пур та), хĕрсен тăрăх кускалать. Регули 173. Вăл каланă тăрăх эп турăм. Ib. 1308. Порне тарăх волать. Япала тăрăх шотласа парăп. Ib. 1085. Вăл мана хĕнерĕ, эп çавăн тăрăх (çавăнпа) çилентĕм. Хăр. Паль. З2. Мăя тăрăх çăмăр шывĕ кайрĕ. Урмаево. Карчăкăн ывăлĕ сахат тăрăх мар, минут тăрăх çитĕнет, тет (рос). Туй. Хĕрĕ унта мар, хĕр туйĕ вăл вăхăтра çӳрет хурăнташсем тăрăх. Батыр. Ашшĕ тăрăх ывăлĕсем. По отцу и сыновья. (Послов.). Чăв. й. пур. 5°. Кĕнеке тăрăх хисеп турĕç (счет, вычисление). Сенг. Манран (надо мною) киле кайнă чух çул тăрăхах кулса пычĕç. Кан. Апат кĕренкке тăрăх пĕрле çитереççĕ. Ib. Ăна халăх яуррИсем тăрăх çырнă. N. Чăваш ялĕсем тăрăх çӳреме тухса кайнă. Регули 172. Вăл панă тăрăх эп те патăм. Ib. 1307. Çол тăрăх йăвăçсем тăраççĕ. Ял тăрăх çӳрет. О сохр. здор. Вăл ĕç телей тăрăх пулать. Это зависит от счастья. Вишн. 59. Апата нумай çиесси вăл вĕреннĕ тăрăх килет. N. Ĕçленĕ тăрăх (или: тунă ĕç тăрăх), сдельно. О сохр. здор. Вăл çул тăрăх, е уйăх тăрăх килет (здоровье). КС. Арăм тăрăх, из-за жены. Ib. Çав ятлаçу сан тăрăх туххăрĕ (из-за тебя). N. Эпĕ инспектор патне çырса ятăм жалованье яман тăрăхран. Чăв. й. пур. 21°. Çав Ивана, хăй пит вĕçкĕн тăрăх, çынсем хăне те мăшкăллакаланă. Шурăм-п. Юрлакан хăй савнă тăрăх — кирек хăш кĕввине те юрлама пултарать. Регули 1070. Олпут ачишĕн (ачи тăрăх) анчах конта порнатăп. Ib. 117. Эп онпа поплесе пол тытаç тăрăх. Ib. 54. Эп онпа поплесе тыр сотмалли тăрăх. N. Эсир каçет тăрăх илтнĕ пуль. О сохр. здор. Çавăнпа палакансем, камитсем курма, юрăсем, ташăсем, килти вак-тĕвек ĕçсем çынсене пит усăлă, мĕшĕн тесен кирек кам та, ĕçлекен çын, ун тăрăх канать. N. Çав тăрăх ăна вăл малтанах пĕлтернĕ паллă вырăнне хунă. N. 1903-мĕш çулта, Кирилловка хулинче выставка пулнă чух, эпĕ унта хам пĕлекен тĕрлĕ ремесла тăрăх тунă япаласене ятăм. N. Пирĕн йомахласси те пиçмо тăрăх анчах. ТХКА 98. Кĕлеткем пĕчиккĕ пулсан та, кĕлеткем тăрăх пăхтартăм. НИП. Пăрлă шыв пуç тăрăх яратчĕ. N. † Ăмăрт-кайăк вĕçет шыв тăрăх, çамрăк ĕмĕр иртет кун тăрăх. Чураль-к. Урпа ани урлă, сĕлĕ ани тăрăх. (Хура пӳрт маччи). N. Урама тăрăх. ЙФН. Атти ани çула тăрăх. ЧП. Пирĕн ани çула тăрăх. N. † Ту-ту тăрăх тупăлха, турта тума юрĕ-ши? Шыва тăрăх хурама, пĕкĕ авма юрĕ-ши? Нюш-к. Вăрмана тăрăх чукун çулĕ иртсе каять. || Б. Яныши. Йăтти ачашланса тăрăх сикет, тет. Сред. Юм. Йытă паллакан çынна корсан тăрăх чĕвенет (встает на задние лапы, передними упирается на человека). N. Унтан тăрăхах йĕтĕн çине пир хураççĕ (в гроб). ТХКА 92. Хура йытă пулсан, мана хирĕç сиксе тухатьчĕ вăл йăпăлтатса, хӳрине вылятса, хам тăрăх сикетчĕ. Сред. Юм. Пĕр пĕчик йытăпа аптăранă эпĕ паян, пĕр май хам тăрăх сикет.

тăрăххăн

вдоль. Альш. Унта, çав Вăтакассах каллех тăрăххăн, ку урамалла, Мухмăр Иван теççĕ, çавă пăхса ларат. || Сред. Юм. Хăй йосаввине хăй пăхса пырсан, тăрăххăн çиç пăхса пырать, теççĕ. СПВВ. Тăрăххăн пăхкаласа любуясь своими (нарядами). || Альш, Йытти пырат-сикет çакна тăрăххăн, леш ӳкет. Собака бросается на его плечи, а он падает. || Употребл. в качестве послелога. N. Вĕренмен тăрăххăн (из-за необразованности) пирĕн хура-халăх пур усал кирлĕ мар япаласене ĕненсе пурăннă. N. Каланă тăрăххăн (к слову), пирĕн тата çĕр ахалех ним усăсăр выртса нумай сая каять. N. Ĕçĕ малалла аван пырсан, çак хаçета вуланă тăрăххăн (судя по этой газете), пирĕн чăваш та пăртак ытти халăхсем пек пурăнакан пулĕччĕ, тенĕ.

тăрăшши

то же, что тăрăш. Бур. † Алăк умĕнче сарай пур, сарнă тушек тăрăшшине, эпир килтĕмĕр çак киле, авалхи йăла тăрăшшине. Ib. † Атьăр, хĕрсем, хирелле ешĕл çерем тăрăшшине. ЧП. Кайрăм урам тăрăшшипе (всю улицу прошел. КС.).

тăрăшшĕ

(ты̆ры̆шшэ̆), длина. N. Шăтăксем тăрăшшĕ виç шит пулчĕç. N. Çак хуçанăн çурчĕ тăрăшшĕ сакăрвун хăлаç, урлăшĕ утмăл хăлаç. (Такмак). БАБ. Сĕтелне тăрăшшĕпех шур тутăр (скатерть) сарса пăрахнă. N. Кунтă ăшĕнчен хăйăр çул тăрăшшĕпе юхса пынă. N. Ашшĕпе икĕшĕ карта тыта пуçларĕç. Вĕсем вунпилĕк хăлаç тăрăшшĕне тытса хучĕç. || В течение. N. Ĕмĕрĕм тăрăшшĕне пĕлесчĕ манăн, терĕм. N. Хам ĕмĕрĕм тăрăшшĕне çитет, тесе ан кала. || Окрестность. Изамб. Т. Ах турă! Пирĕн кин пекки çак Пăла тăрăшшĕнче тата пур-ши? || Употребл. в качестве послелога. Альш. † Эпир килтĕмĕр çак киле, авалхи йăла тăрăшшĕнчен. N. Хăвалама каякансем вĕсене çул тăрăшшĕпе шыраса çӳренĕ.

тăрнаккайлан

вытянуться, вырасти. Сред. Юм. Çак пĕр-ик çол хошшинче пит тăрнаккайланса кайнă ôлă.

тăршшĕ

(ты̆ршшэ̆), длина; высота. N. Ырашсем тăршшĕсем пор, анчах сайра. Орау. Тăршшĕ манн та санни пекех. Ib. Ман пысăкăш санни пекех те, тăршшĕ вăрăмрах. Скотолеч. 21. Лаша уксахла пуçласан, унăн урине тăршшĕпе тыткаласа пăхас пулать: лаша хăш тĕлте ыратнине систермест-и. N. Çĕçĕпе ан хăмсар, вăл хăй тăршшĕ иккĕ чăсăлать. Альш. † Çӳл ту çинчи çӳл сарай сарнă тӳшек тăршшĕнче. Ib. † Урама шурă сыртăм та, кайрăм урам тăршшĕне. Халапсем. Вăкăр тăршшĕне утас пулсан, çынна виç кунлăх утма çул пулат. || Растояние. N. Етĕрне çулĕн тăршшĕне пирĕн ялтак 75 çухрăм шутлаççĕ. || В качестве послелога: по. Альш. † Эпир килтĕмĕр çак киле, авалхи йăла тăршшĕнчен. || В течение, в продолжение. Кан. Хĕл тăршшĕнче çĕрулмине вăхăчĕ-вăхăчĕпе темиçе хут суйламалла. N. Мĕн ĕмĕр тăршшĕне кана пĕлмесĕрех ĕçлемелле-и вара? N. Хам ĕмĕрĕм тăршшĕне çуклăхпах ирттертĕм; хам ĕмĕрĕм тăршшĕнче нумай нуша куртăм. ПВЧ 82. Мана анне çоратнă, тăршшĕпех хуйăх курмашкăн (всю жизнь). || Основа. Яргуньк., Чертаг.

тăсăл

(ты̆зы̆л), тянуться, вытягиваться, протягиваться. Букв. Акă ун патне выçă кашкăр тăсăлса пырать, тет. Юрк. Тăсăла-вырта çӳрекен арçын тавраш пулĕ вăл. Кан. Униççе çавăнтах урайне тăсăлса ӳкет. || Вытягиваться (о резине, пружине). См. пĕрĕн. || Выпрямиться. Аттик. Çак алăк хăлăпĕ кăçан та кăçан хăй тĕллĕн тăсăлса выртат (выпрямится), çавăн чухне тин çак ача тăсăлса вырттăр (умрет? Наговор). Ст. Чек. Пĕкĕ тăсăлса карĕ. Н. Седяк. † Сарă кăна, кăтăра çӳçĕм, тăсăлайчĕ кăçалхи хуйхăпа. Пазух. Атти лаши кăвак лаша, хӳри çилхи кăтраччĕ, хуйха сисрĕ — тăсăлчĕ. || Затягиваться (о деле). N. Кун сиктерсе вырма тухакан çыннăн ĕçĕ тăсăлса юлать. N. Хресченĕн хăй хирĕнче темĕн чухлĕ ĕç тăсăлса выртать. N. Вăрăма тăсăлчĕ. || В перен. смысле. Тюрл. Малалла нумаях тăслаймăн маннĕпе. Моим не разживешься (гов. не отдающему долг).

ха

(ха), частица, соответствующая русскому: разве, неужели. Абаш. Миколай, эс киле пымăн-им-ха? (Так сказал дед внуку, который не жал хлеба). СТИК. Сана тивей-мен-им-ха? Тебе не попало разве еще? Ib. Эп унтан хăраппи-ха! Вот еше, я разве боюсь его! N. Рăтиван хăта вилни-ха эппин? Ала б. Иван Суволов шухăшлать, тет, ăшĕнче: Эп-и-ха ку? (неужели это я?) — тесе. || Может быть, возможно. Изамб. Т. Хăйĕн асапĕ пĕтрĕ, арăмне шел.— Шел те, мĕн тăвас тен? Качча кайĕ-ха. N. Кунта илсе парĕç-и-ха, пит васкаса ан ил. || Вероятно. Букв. Вăл лашине тăратнă та, кунта мĕн те пулин пур-тăр-ха тесе, пăхма пынă. Чаду-к. Пĕрре тилĕ çын пулчĕ, тет те, калать: Тилĕ тус пур-и, кума пулма пырать-ши? Упи каланă: Пырать пулĕ-ха, тултаччĕ. || Наверное. N. Вăл килсен çитерет те-ха мана, килмен, мур. Если придет, то накормит. || Еще. N. Кăна тунипех сахал-ха. N. Ăçтан тупăн-ха хаçатне, ăна илме киоск та çук-ха. N. Халĕ те килмен-и-ха вĕсем? ЧС. Киле кĕтĕм те, мана анне: Тата мĕншен йĕретĕн-ха? терĕ. Тим. † Ӳссе кăна ӳссе çитĕнетĕр, пур-и-ха кассăрта тусăрсем? ЧС. Ăçта кайрăн-ха? СТИК. Пĕр-пĕр ют çын авăн çапакан çемье çапнă çĕре пырат та: Кăсем авăн çапаççĕ иккен-ха,— тет. N. Эпĕ çак чашкăсене çăвап-ха, эс кăшт кĕтсе тăр, унтан вара кайăпăр. Оп. ис. ч. II. Эпĕ тухаймарăм-ха. Я еще не удосужилась выйти. || Вот. СТИК. Авăн çапма тытăнтăмăр-ха. Ib. Вăрмана кайса килтĕм-ха. В лес сходил вот. (Говорит, положим, человек, только что возвратившийся из десу, постороннему человеку; говорит слегка). || Вот именно. Микушк. Татах тухса ларнă пухăва, çапла ларакан-ха вăл. || Ну что... Яжутк. Мучĕшĕ каларĕ, тет, турăн-и-ха? тесе каларĕ, тет. || Выражает сомнение. Альш. Эй, кукша, санран пулас-ха патша хĕрне илме. Ib. Пĕри калать, тет: Эй, эсĕ илме-ха ăна. || Соответствует русской частице ка. N. Кĕнекине ывăт-ха ман патма. Кинь-ка книгу ко мне. В. С. Разум. КЧП. Ан тат-ха çырлине, кĕт пиçерех патăр. Н. Байгул. Çи-ха, çи. Ст. Чек. Курам-ха, курам-халь. Ib. Ту-ха, ĕçле-ха; сывă пулăр-ха. Орау. Ыран виç сахатра килеп, эсĕр килте пулăр-ха, кирлĕ. Оп. ис. ч. II. Ан перĕр-ха, чарăнăр. Погодите-ка стрелять, перестаньте. Ib. Çимелли кӳрĕр-ха! Дайте-ка мне поесть! Ib. Анне, шыв пар-ха! Мама, дай-ка водицы! || Служит для смягчения приказания. Оп. ис. ч. II. Мейĕр, çийĕр Иван татăкне, вăл кĕтесре йăлăнтарса лартăр-ха! — терĕ. „Нате, ешьте Иванов кусок,— сказал он,— пусть он сидит в углу и капризничает“. Ib. Пит ывăннă пулĕ вăл; ан тив кантăр, вара хăех уçăлĕ-ха. Он, чай, устал; пусть отдохнет, тогда сам и приободрится. Ib. Атя, килех, ирт кунталла, калаçса ларапăр-ха. Иди, проходи сюда; поговорим. || Соответствует русской частице же. С. Айб. Халь те пулсан манăн çав лаша-ха. Бес. чув. З0. Мĕнле-ха вăл апла? Как же это так? || В качестве вопросительной частицы. Чем люди живы. Хăшĕ-ха сирĕн атă ăсти? — Эпĕ те-ха. Бес. чув. Сан ывăлу кампа пасара кайнăччĕ-ха? Ал. цв. 12. Эпĕ вĕсене ури-аллисене çыхса ирĕксĕр яраймăп. Тата епле, мĕнле çулпа çитмелле-ха кунта? Эпĕ çитиччен икĕ çул шăпах иртрĕ, мĕнле çулпа килнине пĕртте пĕлместĕп, тенĕ. О сохр. здор. Мĕнле сарăлать-ха çак чир? Вăл ак мĕнле сарăлать. || Соответствует русской частице ли. N. Тăванăм, эсĕ кăçал киле тавăрнайни-ха? Сенчук. † Пилĕкĕрте пурçын пиçихи, ялăрта сутакан пур-и-ха? N. Эс вăрантăн-и-ха ? Меня занимает, встал ли ты? || В качестве вставного замечания. Альш. Пирĕн ăвăслăх теççĕ-ха. БАБ. Учуке-ха ăна хирти тырă-пулăшăнах тăваççĕ, çавăнпа ăна ялта тумаççĕ, пĕр-пĕр уллах çĕрте, хирте, тăваççĕ. Альш. Малтанхи кунех хĕрсем хваттире кĕрпесем, çусем, тăвар илсе пыраççĕ-ха. Нюш-к. Вара çавăнтах куç курми пулчĕ (потерял зрение), тет. Ку мана юрамас-çке, ку ырă укçа мар-ха, тесе, хуранне хыпаласа тупса, талĕрсене каялла ятăм, тет. N. Кĕçĕр эпĕр час çывăрмăпăр-ха (т. е. займемся каким-нибудь нужным делом). N. Аçу ăçта? тесен, эпĕ: вăрмана кайнă-ха (ожидается его возвращение) вăл, теттĕм. Чем люди живы. Ăçтисем пулатăн-ха эсĕ? Могонин. А! вот сана, ман анана сухаланăшăн вăл мĕле асаплантарать-ха, терĕ. Орау. Пăркун каларăм вĕт-ха. Оп. ис. ч. II. Лашасем шывшăн пулĕ-ха. Лошади, небось, хотят пить (воды). СТИК. Вăл ик аллипе сăхсăхса илчĕ пуль-ха! Не токмо что, наверное, еще обеими руками перекрестился! Ib. Çавăнта кайса килес пуль-ха. (Говорит, готовясь уже итти, куда хочет). N. Вĕсем калаççĕ: Сирĕн Йевкен вăйăра пулĕ-ха, вăл çавăнтан килеймерĕ пулĕ-ха,— теççĕ.

хайĕскер

хайскер, известный, упомянутый раньше. ЧС. Хайскере (загон) часах сухаласа пăрахрăмăр та, киле кăнтăрлана кайрăмăр. КС. Хайĕскерсем = хайхискерсем. Чем люди живы. Тапранать çак çын. Хайскер çăмăллăнах утать, юлмасть те. Сред. Юм. Эпир хайскере топрăмăр. Мы нашли то, что вам известно.

хаяр

(хаjар), сердитый, строгий, злой; злюка. N. Нумайĕшĕ юрламасăр еррипе таврăнаççĕ, атту кин хаяр пулать, теççĕ. НР. † Пахчи, пахчи, хăяр пахчи, хăяр çисе ӳсрĕмĕр, эх ӳсрĕмĕр, çампа хаяр пултăмăр. Бахчи, бахчи, огуречные бахчи! Питаясь огурцами, выросли мы, потому, видно, злыми мы стали. N. † Усал хаяр пире мĕн каламĕ çукă сăмаха пур туса. Шорк. Вăл пит хаяр, кĕт хирĕçрех каласанах çиленсе каять. Собр. Хуран çинчен çисессĕн, хаяр пулать, теççĕ (строгий, злой, держит в страхе детей и жену, вспыльчивый). Хора-к. Ытла хаяр ан пол, ытла йăваш ан пол. Актай. † Атте карĕ Хусана лаша хӳри тевĕлеме; пичи карĕ пасара хĕрсен хӳри тĕвĕлеме; хам килсе хĕр тытма, çӳç хĕррине кăтрине, кăтрисерен хаярне. || Гневный. Синьял. † Эпир ярăнса ӳснĕ чух хаяр куçпа ан пăхăр. N. † Тантăш лайăх ӳснĕ чух хаяр куçпа ан пăхăр. N. † Шемексенĕн хĕрĕсене епле хаяр куç ӳкмес. Чураль-к. Эпир киле кайнă чухне хаяр куçпа ан пăхăр. N. Çынна хаяр сăмах каласа, усал ят хушса кӳрентермен. Сĕт-к. Çăвар толли хаяр сомах. КС. Хаяр чĕлхеллĕ çын, говорящий строго и убедительно. || Грозный. Полтава. Хитре, хаяр куçĕпе виттĕр пăхса шăтарать. Он поле пожирал очами. || Свирепый. Эльгер. Хаяр çил юрри е тискер хумсен шавĕ тăраççĕ пурне те унта хăратса... И. С. Степ. Хаяр çавăрса пăрахас, предотвратить зло. Б. Яныши. Хаяр, сивĕ хĕлле хыççăн хитре, ăшă, сарă çор килет. || Дурной, плохой (о слове). Икково. † Çын савнипе, ай, поплес мар, хаяр ята, ай, кĕрес мар. Сред. Юм. Çынпа вăрçса хаяр ятлă полса çӳрес марччĕ. Не следовало бы ругаться, чтобы не распространить дурную славу про себя. Изамб. Т. Эсĕ ялан çынсем хушшинче хаяр ятлă пулатăн. С. Айб. † Ырă тантăшçăм Якку пур, тупнă çĕрӳ ăнмасан, тупакана хаяр ят. Обращается к мужу: если я не понравлюсь и пр. (Хĕр йĕрри). Ib. † Хирте пура пураççĕ, кĕтесси тикĕс пулмасан, ăстисене хаяр ят. КС. Хаяр ят, дурная слава. || Ядовитый, вредный. Ромс. З2. Тапакра сиен тăвакан хаяр япала пур. || Дикий (о голосе). М. Чолл. Сасартăк хаяр сас илтĕнчĕ: Ах, вăрăсем! — терĕ. Изамб. Т. Илче тете хăранипе хаяр сасăпа (благим матом) кăçкăрса ячĕ. Ib. Шыв хĕрринче пĕр чарăнмасăр, кӳнĕ-кунĕпе хаяр сасăпа кăçкăрат. N. Куçне чарса тухать те, Картлаç çине хаяр кăшкăрса калать: Тăр часрах! — тет. А. Турх. Хаяр саспа кăшкăрас, кричать благим матом. || Крепкий (о спиртных напитках). N. Ку сăра пит хаяр, виç коркапах ĕсĕрĕлсе карăм. Пазух. † Пирĕн тăван ĕçки те, ай, пит хаяр, ĕçме хушсан, епле те ĕçем-ши. Такмак. Ĕçкĕр-çикĕр хаяр (крепки), чăтаймăп. || Сильный, проливной (о дожде). Ала 98°. Хаяр çăмăрпа кайса, шăши кĕмен шăтăка шу толтарам,— тесе каларĕ, тет. || Сильно. ЧС. Аслати те хаяр авăта пуçларĕ. Изамб. Т. Е ури-аллине сиктерсен, е ӳксен, е пĕри-пĕри çапса ыраттарсан, е унта-кунта хаяр ыраттарсан, юн-чул шывĕ ĕçеççĕ. || Гнев. Собр. Хаярăн ури саккăр, теççĕ. Ст. Ганьк. Куçран хаяртан, хаярнă куçран, вĕри хаярĕнчен, сивĕ хаярĕнчен, кĕве хаярĕнчен, ăншăрт хаярĕнчăн, ăншăртлă тул хаярĕнчен... (Из моленья). || Строгость. Сан хаярна кам пĕлмес. || Назв. болезни. Ст. Чек. Хаяр лексен кăвапаран ыратать, пуçа хĕстерет, сивве шăнтать. Ib. Кăвак çеçкеллĕ, пĕр тĕпрен пулат, хаяр тивсен чăмлаççĕ. Пшкрт. Ута хаяр ӳкрĕ (холодеют ноздри). О сохр. здор. Ах, хаяр ӳкрĕ пулĕ. || Назв. здого духа. Ст. Чек. Хаяра çăккăр параççĕ. Ib. Хаяра хăшĕ çăккăр пăрахаççĕ вĕт. Ib. Халь хаяра пăрахнă ĕнтĕ, ĕлĕк хаяра асăнатчĕç. КАХ. Çырлах, хаяр тавраш, мĕн хаярна ху чарса тăр, тум-хаярне пирĕн тавраша ан яр. Сана, хаяр амăшĕ, пĕр пашалу, виçĕ пăтă паратпăр. Хăвăн ачăна-пăчăна пирĕн выльăхсене сыхлаттар, çырлах! („Карта пăтти“). Пис. Мĕн пур хаяр-хăтар, усал-тĕсел пиртен уйрăлса кайтăр, çак укçа уйăрлса кайнă пек. Якейк. Пуç ыратсан, вар ыратсан, айăк чикекен полсан, тата çанашкал нумай чирсем ерсен, хаяр вăрăннă, теççĕ. Ib. Хаяр вăрăнса виç-тăват сахат хошшинче вилсе кар. Ib. Хаяр вăрăнса çĕрĕпе упа пак ӳлер. Ib. Хаяр вăрăнсан, хаяр тымарри панă ĕлĕк. N. Унтан кайран: турă хаярне пăтă, турă амăш хаярне юсман: паратпăр,— тенĕ. N. Хаяр, тăм-хаяр, чикен-хаяр, хĕн-хаяр, ăншăрт-хаяр, киремет-хаяр, тĕтĕм епле саланса тухса каять, çавăн пек саланса тухса кайăр. (Наговор против болезни). Т. VI. Шыв хаярĕ, тăм хаярĕ, вилĕ хаярĕ тухса кайччăр. (Из наговора). Ib. Хаяра кĕл-тăватпăр тутлă чĕлхепе, тарам пуçпа. Хаяр амăшне кĕл-тăватпăр тутлă чĕлхепе, ăшă питпе, тайлам пуçпа, асăнатпăр, витĕнетпĕр. (Из наговора). Хорачка. Хаяр çапăнсан, çын сумар полат. См. Магн. М. 113, Золотн. 178. Çăварни. Пĕчĕк тусене те: Пире аслă вырăнта ларакан хаяр путекĕн питĕнчен витĕр! — тийĕç.

хаяр пăрахни

назв. свадебн. обряда. Ала 66. Вара вĕсем ял тавра çаврăнаççĕ те, хаяр пăрахма каяççĕ. Вĕсем укăлчаран тухса виçĕ тапхăр çаврăнаççĕ хĕвеле май, унтан вара мăн-кĕрӳ урапа çинчен анать те, виçĕ тапхăр ӳксе пуççапать. Пуççапса тăрсан, çак сăмахсене каласа, пĕр-икĕ пус укçа утса хăварать: Мĕн пур хаяр-хăтар, усал-тĕсел пиртен уйрăлса кайтăр, çак укçа уйăрлса кайнă пек, тет. (Ĕлĕкхи туй йĕрки).

хайла

хитрость, уловка; способ, средство. Альш. Хăнасене пăтă умĕн: Апат умĕн начар улпут та пĕр курка ĕçет тет,— текелесе хайласа эрех ĕçтереççĕ. Ст. Шаймурз. Хайласа калани. Юрк. Ку çын пит хайласа калаçать. СПВВ. Хайла пĕлет вăл; хайласа калаçать. Юрк. Çавăнпала юрă хайласа хунă авал: Çӳлĕ ту çинче çил арман... К.-Кушки. Юрă хайлама хир-енсем лайăх пĕлеççĕ. Составлять песни хорошо знают хиренсем. Ib. Хир енчисем юрă хайлама пит ăста, çавăнпа вĕсем хушшинче юрă пуçтарма пулат. || Уменье. СПВВ. МВ. ЕС. Хайла = ăс, еиел. Альш. † Хайла кирлĕ çак юрра юрлама. И. С. Степ. Хайла, сообразительность, находчивость. Хурамал. Салтак хуйха ӳкрĕ, тет, ĕлĕкхи пек хайла тупас тесен, ним хайла тупайман. Бюрг. † Ука кирлĕ сухана çавăрма, хайла кирлĕ юрăсене юрлама. || Притворство. Слакбаш. Хайлана печĕ. || Прибаутка. N. Шутсемпе хайласем. N. Вĕсенĕн юмахĕсем те, хайлисем те, авалхи сăмахĕсем те — пĕри те юлман, пурте манса пĕтнĕ. || Причина, повод. А. Турх. СПВВ. ФИ. Ун пек çын пĕр-пĕр çын патне ĕçнĕ вăхăтра юри ĕçме пырать те, юри килнĕ тиесрен килтенех хайла ( = сăлтав) тупса каять.

хавал

настроение. Альш. Мĕн хавалпа килтĕн эсĕ унтан? С каким настроением воротился ты оттуда? Ib. Йепле хавалпа çӳретĕн-ха ку чухне? В каком настроении? || Повадка, дух, обычай. Альш. Ял хавалĕпе тăваççĕ (по своим местным обычаям). Ib. Хĕр-сăрине çӳреме ял хавалĕпе, тет. Ст. Чек. Мĕн тăвас тен? Ял хавалĕ. Что по-делаешь, такова повадка в деревне. Шел. II. 57. Вăрман çывăх пулмин те, вăл таврари ялсем начар мар: те чукун çул таврашĕнчерен, те ял хавалĕпе. N. Сирĕн карташĕнче мăклă вите пур, унăн ăшĕнче пĕр вăкăр пур, уна çитернĕ ултă çул, ултă çул мар вуникĕ çул, вуник çулччен ăна пусма çӳренĕ, тыттарман, пустарман, халĕ туй хавалĕпе тытнă, пуснă, пĕçернĕ, хуçнă, сĕтел çине хунă, çурхахĕпе витнĕ. N. Çук ĕнтĕ, вĕсенĕн хавалне нихăçан та мухтамалăх çук. || Радость(?). Пазух. † Эпир вăйя тухсассăн, ваттисем те тухрĕçĕ. Ваттисенĕн мĕн ĕç пур, çамрăксене мĕн хавал. || В соединении со словом чун = душевный подьем. Карм. Вăрăмтуна чун хавалĕпе каларĕ, тет: Тискер-кайăк арăслана çĕнтертĕм, халĕ çак ăçтиçук имшер ерешментен пĕтетĕп, терĕ, тет. N. Пĕтĕм чун хавалĕпе вăл савăт-сапине кӳрнеклĕ пĕтересшĕн тăрăшать, мĕн пур шухăшĕ унăн савăт кăмакине тасарах тытасси çинче. N. Вăл чун хавалĕпе: Ачам, эсĕ сыввине пĕлтĕм ĕнтĕ, хăна та куртăм! — тенĕ. СПВВ. ПВ. Хавал, халал, халалас, халаллă пултăр, не то же ли, что хапăл? СПВВ. Ватта хывмана хавал тухман, тет. (Послов.).

хавас пул

любить, быть рад, питать желание. Альш. Ачи-пăчи ашшĕне хавас пулать. Дети любят отца. N. † Хĕрĕ хавас пулмасан, ятарласа каяс çук. Чăв. й. пур. 36°. Вăл ун патне пырса кĕрсенех, ăна вăл пит хавас пулнă, килех, килех, тесе чĕннĕ. Ала 92. Тата пичĕшин арăмĕ те çак тăлăхсене пăхма хавас пулнă. || Иметь охоту, желание. Чăв. й. пур. 29. Ĕçлеме пĕртте хавас пулман. || Быть любителем, охотником. N. Кĕнеке вулама хавас пулнă.

хак

цена, стоимость, ценность. Начерт. 180. Хак, цена. N. Кулак тырă кивçен парсассăн та, икĕ хака хурса панă. N. Сĕлĕ мĕн хакра çӳрет? N. Тырă хакĕ мĕн хаке (!) çӳретĕ? Завражн. Çавна тусан тин вара пор тавар та, пор çĕрте те тин пĕр хак полĕ. N. Вăл мана çĕр тенкĕ хакне пулчĕ. N. Вĕсен мĕн пур япаласем икшер хак. N. Ăсем хунинчен виç рас ытла хак парса илтĕм. N. Çăмарта мĕн хакпа илеççĕ? N. Тырă хакĕ хаклă мар. Кан. Хаксем çакăн пек тăчĕç. N. Çав тĕрлĕ тарпа тупнă япалаçене çур хакпах тенĕ пек салататăр. Б. Олг. Эп пыртăм пăрçа çăнăх патне, хакĕ пĕр хаках пăрçа çăнăхпа яшкалăх çăнăх. || Б. Олг. Что ыраш çăнăх паян мĕн хак туат-ха? — Тен, илтмен эп, пĕлместĕп-ха эп, çăнăх орамне эп çарăнман-ха. Юрк. Кăсем те хăйсенĕн хакĕсене каласа параççĕ, килĕшеççĕ мĕн тăваççĕ. N. Шанчăклă тусăн хакĕ çук. N. Кун пек лаша пирĕн алла кĕрейĕ-ши çак хака? Чăв. й. пур. 12. Арманĕ хакĕ ултçĕр тенкĕ пулнă. Альш. Епле пулсан та çур хакалла мĕне килет, тет. N. Хакне хак парса. N. Хакне хума çук, пит паха чул. Изамб. Т. Хакне ӳстер, прибавь цену. Капк. Хайхисем хак татаççĕ (определяют цену) те, тухаççĕ Шупашкара кайма. Якейк. Телянккă илнĕ чох пилĕкçĕр тенке çитиччен хак хăпартса карĕç. Ib. Эпĕр хак хăпартса илтĕмĕр. Мы дали дороже и оставили за собой. Сред. Юм. Хак тунă. Цену положили (определенную). || Должная цена. Аттик. Хакне хак тени — хаклă тăк хаклă тени пулать. СЧЧ. Тата пĕр çыннăн ĕнине хакне хак парса сутăн илеççĕ те, пусмашткăн (?) чӳклеме аста пĕлекен çынна параççĕ. (Çăмăр учукĕ). N. Хакне кайĕ. Альш. Хак килĕш, уславливаться о цене. КС. Нимпа та хакне çитермеççĕ (не дают должной цены). N. Пичу хак турĕ (сказал цену), а эсир тата хак тăватăр. N. Çурма хакпа сутас, ик-виç хак парса илес (за тройную цену). С. Тим. † Хĕр пултăр та, пур пултăр, пурçын кĕпи тăхăнтăр. Пурçын кĕпи укçа хак, пирĕн вăйă тĕнче хак. N. Укçа хакне тăракан. N. Хăй хакĕпе, по себестоимости. N. Вăл пиçиххи унăн икĕ ылтăн хакне тăнă (стоил). Капк. Ун чухне тăвар пăчĕ çирĕм пăт ыраш хакне çитрĕ вĕт. Шел. II. 56. Пĕтĕм хули хакне ӳкнĕ. N. Вĕсене асаплантарнисем çинчен пĕтĕмпех çырсан, хут та çитес çук. Ылтăн витнĕ çурт хакнех çитсе ларĕ. Арзад 1908, 52. Хак кăлар, наверстывать стоимость. Баран. 42. Вара тин (только тогда) асапланса улăхнийĕн (подьёма на гору) хакĕ тухнине сисĕр. N. Атя ĕнтĕ, илсе кай пире. Тăрăшнă хакне тавăрăпăр. К.-Кушки. Эпĕ вăл сурăха чăхă хакĕпе илтĕм. Я купил ту овцу по цене курицы. || Не переводится. Изамб. Т. Ку çыхă пушăт мĕн хак тăрат? Что стоит эта связка лыка? Яргуньк. Мĕн хак пĕр улми? Баран. 160. Çак сурăхсен çăмĕ çеп-çемçе, тем тĕрлĕ хака çӳрет. N. Мĕн хака сотрăн? Хурамал. Какай мĕн хак? Почем мясо? ЧП. Аршăнĕ мĕн хак? — терĕм. Ib. Пĕр чуп тăвасси тĕнче хак. Якейк. Эсĕ мĕн хакпа илесшĕн? Ты сколько хочешь дать? Пазух. † Хăмачă мĕн хак? терĕм те,— сакăрвуннă, теейрĕ. Орау. Юсанă хакне тăмаст. Не стоит починки. N. Çирĕм пакша хакне (тĕшне) тăрать. Стоит 20 белок. || Плата. Изамб. Т. Ик хак тӳлесе (двойную плату). Рак. Илĕр, хĕрсем, панулми, хакне хамăр тулĕпĕр. Бес. чув. 6. Лашине вăл пысăк хак парса илмен пулсан та, ун телейне лайăх лаша пулнă. || Плата за работу. Б. Олг. Каран хуа арлат, арласа çитеримест, çынна парат арлама; кĕренкки арлама вонçичĕ пус, хакне тӳлет ĕçленĕшĕн. N. Вырма мĕн хак? Юрк. Улпут мана Пăва уесне ярат, хакне З60 тенкĕ çулталăкне турĕ. || Прибыль. Баран. 24. Пĕр çын пĕкĕсем авса, вĕсене хака сутса пурăннă. || Престиж, авторитет. N. Çапла вара хăй хакне çын умĕнче те çухатать. N. Вĕсене пурне те килнĕ вилĕм хакран кăларчĕ. N. Тарăс-тарăс Татьене, укçа парсан Укçине; упăтенĕн йĕмĕ çук, ташлаканăн ăсĕ çук! Халăх çинчи хак! Сунчел. Халăк çинче хак! (Кулаççĕ). || Дорогой, ценный. ЙФН. † Хусан лаши — хак лаши, хак лашаран хăрамарăм, вăрă-хурахран хăрарăм.

халал

доброе пожелание, благословение. Юрк. † Атте-анне халалĕ пин сумлăх. Бел. гора. † Ултă уçмине панă улми сире халал пултăр-и; çинçе пӳлĕ сарă хĕре пире халал тусамăр. Н. Лебеж. † Сакăр çĕвĕллĕ кĕпем, ай, саккăрччĕ, çакăна-тăра юлчĕ кашта çине, халал пултăр аслă инкене. ЙФН. † Турта тулли виç лаша, сире халал пултăр-и. Н. Лебеж. † Ан йĕр, хĕрĕм, виçĕ карта сурăхăмран пĕр карти халал. Ib. Атте чунăм халалĕ тата виççĕр сум, анне чунăм халалĕ тата виççĕр сум. СПВВ. ПВ. Халал, халав, хавал, хаван, благословение. Н. Лебеж. Халалăрах парăрсам. Слакбаш. Вăл сана халал ан пултăр, харам пултăр (говорит человек, у которого отнял другой судом вещь). || Собственный. Хурамал. Эпир ĕçнисем, эпир çинисем çак хуçасен халал (собственные) вăйĕсем. || Собственность. Собр. Ачам (доченька), сана мĕн парам-ши? Виç ял çинчи сарă каччă сана халал, ай, пултăр-и (пусть будет твоей собственностью).

халичченхи

бывший до сего времени. Ачач 91. Тен çак çул ăраснах аван пек туйăннă ытарайми çурхи кунсем, çырмасенче халь те çав çавах вăйлăн юхса выртакан шывсен сассисем, халичченхинчен те ытларах асланса кайнă пек пулнă улăх-хирсем вылянтарса яман-ши ача кăмăлне?

харăслат

неупотр. гл., встреч. в дееприч. форме: харăслатса, враз. Самар. † Вуникĕ хурама пĕр тĕпре, тавай харăслатса касар-и. СПВВ. † Çак кас хĕрне тус турăм, харăслатса юрă юрласшăн. Буин. † Харăслатса юрă ай юрлама çумри юлташ матур пулинччĕ. Юрк. Виççĕн харăслатса ӳкрĕмĕр. Шел. 78. Ик енчен те юпасем харăслатса яраççĕ, пĕр-пĕринчен ăмăртса хире-хирĕç пыраççĕ.

хаçат

(хаз’ат), сейчас, только что, вот-вот. Чертаг. Хаçат çак вырăнта порчĕ. СТИК. Хаçат (вот сейчас) çакăнтаччĕ, ăçта кайса кĕчĕ. (Япалана шыраса тупаймасăр аптраса çитсен, çиленнипе çын вара çапла каласа вăрçса çӳрет). || Быстро, скоро. Орау. Эпĕ улма йăвăçĕсене акса турăм, çавăнпа час пулмарĕç ман улмасем. Халĕ хаçат тăваççĕ; ик-виç çултан улма çиеççĕ. || Доподлинно. Орау. Вăл килмессине эпĕ хаçатах пĕлсе тăратăп (доподлинно знаю). N. † Нар пак хĕрлĕ чĕрем тата пулĕ, хаçат (çывăх) хамăр тăван пек пулмĕ.

хатĕр

(хадэ̆р), готовый, законченный, готово. N. Ленин — Сталин ĕçĕшĕн кĕрешме хатĕр пул! К борьбе за дело Ленина — Сталина будь готов! А.-п. й. 103. Сутьесем патне кай та, çак йĕке вĕçне парса çапла кала: пурте хатĕр, тĕртме стан çук, çакăнтан стан туса парăр, те. Иди к судьям, отдай им вот этот кончик и скажи: все готово, только нехватает ткацкого станка. Пускай сделают из кончика веретена станок, тогда будет в точности выполнено их приказание. Ивановка. Сутпа илме хатĕр укçасем те çукчĕ. N. Çав ĕçе хатĕр туса хурас, теççĕ. N. Пурне те тӳсме хатĕр пулнă. Выла. Пур тавраш та хатĕр пулса çитсен... (когда будет готово). N. Вăл пур ырă ĕçшĕн те хатĕр тăратчĕ. Н. Карм. Мĕн çырмалла тата сире, çырса ярăр, эпĕ пурне те итлеме хатĕр сирĕнне; хасăр сирĕншĕн асапланма та хатĕр (готов). N. Хăтасем калаççĕ: хатĕр-и эсир? N. Çавасем хатĕр мар. Мусир. † Ах, аппаçăм, йыснаçăм, хăçан пыма хатĕр пулăр-и (когда будет угодно пожаловать). Ердово. † Тоя кайма тăрсассăн пирĕн пек хатĕр ачи çок; ĕç ĕçлеме тăрсассăн пирĕн пек кахал ачи çок; ах апла мар, апла мар, ĕç ĕçлеме тăрсассăн пирĕнтен хатĕр ачи çок. ГФФ. † Ай, хатĕр, той хатĕр! Хамăр та хатĕр полмасан тойçи хатĕр полас çок. Ай, готова, свадьба готова! Если мы сами не будем готовы, то и свадьба не будет готова. || Н. Карм.† Тимĕр арчасенĕн уççийĕ çук, манăн çамрăк пуçăн хатĕри çук. || Принадлежности, инструмент. Ивановка. Лавсем çине михсем, арчасем тиесе хурса лашисене кӳлсен, пур хатĕр те çитсен, эпир пурте лавсем çине тухса лартăмăр. N. Пурте хатĕр çитсен, хĕре йĕртме кĕлете илсе каяççĕ. Сред. Юм. Сирĕн хатĕр çитнĕ-и? Вы собрались что ли? КАЯ. Чӳк тунă çĕрте кирлĕ хатĕрсене хатĕрлеме вăлсем ик ăстарика суйласа хураççĕ. Сиктер. Вара мĕн пур хатĕр çитсен, кӳршĕсене йыхăраççĕ. N. Сирĕн хатĕр çитет-и? тет. Готово ли у вас? || Продукты. N. Кашни кун курăк тымарĕсем тупса пырса хĕрарăма тăрантнă. Вăл хăй те çав хатĕрсенех çисе пурăннă. || Угощение. К. П. Прокоп. Кăçалхи çул çав вăкăра пирĕн ача туйĕ хатĕрне тытса пуснă иккен. Тайба Б. † Аната пĕве пĕверĕм хуркăвакал хатришĕн (хатĕрĕшĕн). || В соединении с глаголом ту — почитать. Хурамал. Çак çынна пур-те хатĕр тăваççĕ (почитают). Ib. Пире хатĕр тунăшăн вăл хатĕр тутăр. || Заряд (для выстрела). N. Ман тепре авăрламалăх анчах йолчĕ хатĕр (порох и пр.). || Снаряд. N. Халь вăрçă хатри (хатĕрĕ) кăлех пачĕç. || Сбруя. Ст. Шаймурз. Шап-шур çăмран кĕççе çаптартăм улма-чăпар утăн хатришĕн (хатĕрĕшĕн). || Кремень об огниво и пр. Панклеи. Чĕлĕм хатĕрне çаппĕр. || Буин. Арăм хатĕрĕ, теççĕ, упăшка йăли, теççĕ.

хеврине

неизв. сл. N. Кепе кĕлли Хеврине: эсĕ мана мантăн-и çак, тесе калать, тет, пĕрне тĕлĕкре „çав кĕпе“ кĕллинче.

хып

загораться, разгораться, охватить огнем. Кан. Вучĕ малтан Бочкарев килĕнчен (сарай хыçĕнчен) хыпса илнĕ. Унтан юнашар кӳршĕ Миронов килне хыпса илсе çунма тапратнă. N. Çурта вут хыпса илсессĕн, когда огонь охватил здание. КС. Ял хыпса карĕ (çунса карĕ). Ib. Вут пӳрте хыпрĕ (изба загорелась). Яжутк. Е тĕкӳ-çӳçӳ шăнсассăн? — Вут хурăп — ăшăнăп. Е хыпса кайсассăн? Тапăп, тапăп — сӳнтерĕп. Б. Хирлепы. Атя, апи, пӳрт хыпса каять, тесе калать, тет. N. Хĕрсе çитсен, вут хыпать. N. Вут çулăмĕ хыпса илнĕ пек. N. Вут пек хыпса çунни! Питушк. Пӳрт хыпса кайрĕ. Изба загорелась. Вино — яд. Çуртсене хут хыпса илчĕ. КС. Краççина вут тивертсен, хыпса илет (вспыкивает). Хорачка. Хыпат анчах, вочă çонат. Ib. Ял хыпса карă (сгорела). КС. Ял хыпса карĕ: 1. загорелась. 2. сгорела (быстро) сильно. Орау. Пĕтĕм пӳртне вут хыпнă та, пӳртне кĕресшĕн тăрать. N. Çынсем пухăнса та çитеймерĕç, вут тата икĕ киле хыпса та илчĕ. Юрк. Ваçук чĕлĕм те туртмаст-çке, ку епле тĕктăмал кĕлет тăррине вут хыпрĕ-ши? теççĕ. N. Ун умĕнче вут хыпрĕ. || Жаждать. N. Ĕçес килсе унăн тӳсме çук ăш хыпнă. ЧП. Ăшăм çунать, чĕри хыпать. ТХКА 104. Ман чĕре татăлас пек сикет, ăшчик вилес пек хыпса çунать. КАЯ. Халь çак Тумия урнă йăтă туллаччен, теме сиснĕ пек, ăшчик хыпса тухас пек çӳреттĕм (горело; тужил). N. Иçĕм-çырлинчен пăчăртаса эрех тунă çĕрте вĕсенĕн ĕçеймесĕр ăш хыпса çӳрет. Чума. Çав хушăра унăн ăш хыпнипе темĕн тĕрлĕ шыв ĕçесси килнĕ. ТХКА 107. Ăш хыпнă, ата шыв анса ĕçер. || В перен. смысле. Желать, добиваться, жаждать. N. Çынна хĕрхенекен çын пирĕн пулăшушăн хыпмасть. || Заботиться, беспокоиться, стараться. N. Министр вĕсене этем картине кӳртес тесе хыпмасть. Кан. Патша халăх сывлăхĕшĕн хыпман. Ib. Çавăнпа çпекулянтсем сутнă таваршăн укçа тĕрĕсех алла илейменнишĕн хыпсах та кайман. N. Алла илме тепле пулĕ тесе хыпса çунатăн. Ст. Айб. Çыншăн çын хыпмасть, тетчĕç ĕлĕк чух, халь пачах урăхла. Полтава 23. Ĕç-пуç тума шутласан, хыпса-ӳксе (необдуманно) тытнас çук. Чуратч. Ц. Карачăмăн вылляс килми пулнă курнать, туйисене аран перет, пуклаккисене тивертесшĕн хыпмасть. || Замаяться. СТИК. Тупаймасăр хыпрăм вĕтĕ чыст (замаялся). N. Кунта килсе хыпрăмăр, чунсем мĕле хăтăлĕ-ши... || Болтать, попусту говорить. Изамб. Т. Ан хып, мĕн хыпса тăратăн. Не болтай, (Соответствует простонародному русскому „не ори“), || Сцапать. || Расходиться (о вещах и пр.). Якейк. Вăрă (семена) паян хыпать анчах, питĕ хытă каять. Ib. Пыççи паян хыпрĕ анчах: никамăн та пĕр пыççи та йолмар. Ib. Ĕç çинчи пак çăпата хăçан хыпни пор (когда расходится), çăпатуна янтла тольккă.

хыпса çун

гореть огнем, ярким пламенем. || В перен. смысле. N. Вĕсен ăшчиккисем хыпса çунаççĕ. || Мучиться в работе. N. Ун чухлĕ тырă тăвасшăн ĕлĕк пайтах хыпса çуннă. || Терпеть беду, горе. КС. Вăл ачисемшĕн нумай хыпса çунчĕ. Сред. Юм. Ашшĕ: ôлтă пичу, пĕр йăмăкăр пĕтрĕ, эсир те кайса çĕтсен, ман кампа пôрнас, виличченех хыпса çонса порнас-и, тесе, нăмайччин ямасăр тăчĕ. Ib. Ачисем нăмайранпа пĕр сасхора та ямаççĕ те, хăй тĕллĕн куйланса хыпса çонса ларать çавăнта. N. Çурт-йĕр таса тытас тĕлĕшрен, тасарах çӳрес тĕлешрен вĕренсе çитеймен-çке эпир! тесе, хам тĕллĕн хыпса çунса выртатăп. Тускел. Хыпса çунат. Страшно горюет. N. Акĕ ĕнтĕ тата хамăрах хыпса çунмалла пултăмăр-и-ха, тет. N. Йывăр кун килсен те хыпса çунмасть. Толст. Эсĕ мана, çак тĕрлĕ хыпса çунаканскерне, кам çине шанса хăвартăн-ши?

хыпалан

(хыбалан), торопиться, спешить. СТИК. Хыпаланса килтĕм = васкаса килтĕм. (Различие между ними то, что хыпаланса указывает именно на ходьбу, а васкаса вообще на торопливость. Ib. Пит хыпаланса вырат. Жнет очень усердно, живо, стремительно. Ib. Килте пит васкатрĕç, çавăнпа хыпаланса килтĕм. ГТТ. Ăçта хыпаланан? Куда ты торопишься? (в еде). Эльбарус. Ман патналла хыпаланса пыратчĕ. Юрк. Пуçлăхĕ, хăйне кам чĕннине пĕлмесĕр, пĕр-пĕр çын ĕçпе чĕнет пулĕ, тесе шухăшласа, хыпаланса кун патне тухать. Чăв. й. пур. 9°. Часрах хыпаланса пынă вĕсем патне. Шурăм-п. Ачапчасем хыпаланса чупаççĕ, тискер шывран хăраççĕ. Ир. Сывл. 8. Пит те аванах хыпаланатчĕç. Байгл. Ах, мĕн тăвам-ши ĕнтĕ? тесе хыпаланат, тет. Изамб. Т. Хăш тĕле хыпаланса каятăн? Сана кĕтекен çук пулĕ-ха унта! N. Ку çын часрах кимĕ çинчен тухса киле хыпаланса тарат, тет, ку латлă пулас çук, тесе. Пшкрт. Çын, выçсан, çиесшĕн хыпаланат (васкат). Ib. Йытă хыпаланса вĕрет (сильно, татăксăр). Сет-к. Çак кашăксене çакăнта ан йăвантарăр-ха! — Эсĕ кӳрсе хонă пасăр хыпаланнупа, Шурăм-п. Халăх çĕр уйăрнă чухне ята кĕресшĕн хыпаланчĕç. Сред. Юм. Васканă чохне хыпалана тăран вара. Не знаешь, что делать.

хыр

(хыр), скоблить, сгребать. Изамб. Т. Пусма çинчи пăра хыр. Альш. Çамкана çырна хурана хырса та тăкса пулмаст-çке. || Грести. Изамб. Т. Ик-виç сарăм çапсан ырашĕ нумайланат та, вара ăна креплепе хыраççĕ. Ib. Çак çӳппе пĕр еннелле хырса хур. Г. А. Отрыв. Панă чухне çуркунне хырса парать, кĕркунне хырмасăр илет, тырри таса (хлеб от плателыцика). || Обтирать. Орау. Урине алăк çинче хырса кĕчĕ. Ib. Урине скупа (скобка) çинче хырса кĕчĕ. Обтер ноги об крыльцо. || Брить. Сред. Юм. Хырнă пуç, бритая голова. || Чистить. Чиганары. Стариксем толта хыпаланса навос хыраççĕ шупа юхса пĕтесрен. Ягутли. Ватти-вĕтти пурте тулта: хăшĕ пăх хырать, хăшĕ вут çурать. || Çĕнтерчĕ 25. Пирĕн те кайса авантарах хырасчĕ-ха вĕсене.

хырăç

(хыры̆с’), вещь. Хорачка. Хырăç нумай онăн. У него вещей много. Пшкрт. Ку, тет, каяслăк, тет, хырăç, тет, лайăхăскер. Ib. Пиччĕшсăм етеччĕ: исетни, теччĕ, хырăçсам? ЧП. Иртнĕ-çӳренĕ чухне кĕрсе тух, тунă хырăç пулмин, çăкăр пур. || Подушное, подать. СПВВ. ЛП. Хырăç = куланай. N. Хырăç хамах парап. Б. Олг. Килеччĕ шошчăксам, старăстăсам, хырăç окçи чĕнеччĕ. Начерт. 193. Хырăç хыв, платить подушные деньги. N. Хырçине хаклă илетчĕç (подать). Календ. 1907. Куланай çак йĕркепе пухассине вырăсла подоходный налог теççĕ, чăвашла вăл тухăçа кура хырăç (куланай) тени пулать.

хыçа прахмалла

назв. игры. Якейк. Хыçа прахмалла тесе çак вăйя калаççĕ. Ачасем алăран алă тытса карталанса тăраççĕ. Пĕри хыçа прахакан полать; вăл саламатпа ачасем тавра валтан прик-виç хут чопса çавăрнать, каран саламатне сисиччен пĕрин хыçне прахса хăварать. Тепре çавăрнса киличчен çав ача саламатне корман полсан, хыçа прахакан вăр-вар саламата илет те, саламатпа ачая çапма тапратать. Хыçа прахакан çав ачая хăй вырăнчен тохса карта тавра çавăрнса тепĕр хут хăй вырăнне пырса тăричченех çапать. Ача сиссен саламата илет те, хыçа прахакана хăй валтан тăнă вырăна çитиччен çапат. Каран хыçа прахакан хăй полать.

хыççăн

после. ГТТ. Ача хыççăн (после родов) час ураланчĕ, час сӳрерĕ. Ib. Ача хыççăн асапланать. Регули 1194. Вăл çомăр хыççăн кайрĕ. Ib. 1195. Апат çинă хыççăн кортăм. Ib. 1196. Вăл кайрĕ те ик кон хыççăн кайлах килчĕ. Капк. Ун умне иртнĕ кунсем пĕрин хыççăн тепри туха-туха тараççă. И. Тукт. Чĕрене кĕрсе вырнаçнă хыççăнах уйăрчĕç-çке пире иксĕмĕре çак тĕнчери тискер этемсем… || За, вслед за. А.-п. й. 36. Трашка ачисем тăрнана пăрахаççĕ те, тилĕ хыççăн ярăнаççĕ. Ib. 45. Улăм ури ăшĕнчен çиçĕм пек сиксе тухать, мĕн пур вăйне пухса тилĕ хыççăн ыткăнать. Как молния выскочил он из соломы и помчался в погоню за лисой. Ib. 35. Çав вăхăтра эпĕ тухса тарăп та, вĕсем сана пăрахса ман хыççăн чупĕç,— тет. N. Анчах пĕри ун хыççăн чупса кĕрсе, ăна персе суранлантарнă. А.-п. й. 31. Пĕррех сикрĕ качака таки çак йăвăç тăррине, ун хыççăн сурăх таки те ыткăнчĕ. || Следом, следом за. А.-п. й. 76. Ваçлей вутă çĕклесе кĕчĕ, ун хыççăн арăмĕ те кĕчĕ. Василий вошел с дровами в избу, следом вошла и жена. Ib. 76. Ваçлей хыççăнах арăмĕ тула вутă çĕклеме тухрĕ. Следом за Василием вышла и жена его. || Б. Олг. Хыççăн (каччи килне килекен хĕр ратнисене калаççĕ). Пшкрт. Хыççăн арăмсам (едущие за невестой) хĕр хыççăн каяччă (к жениху). Собр. Хĕр хыççăн юрри. Альш. Хĕр тухнă хыççăн пыракан пур.

хытар

(хыдар), понуд, ф. от гл. хыт. Изамб. Т. Кĕрĕве тумлантарма тытăнсан, кĕрӳ аллисене хытарчĕ те, ниепле те халатне (поддевку) хывма памаст. Бгтр. Вопăр пĕтĕм кĕлеткине хытарса лартиччен. N. Ăçта каян, чĕкеç, çумăр витĕр, çунат вĕçĕсене ай хытарса. Альш. Салма пек, лапчăтса кăмакана лартса хытарат чашкăпа. N. Çăкăра хытарса ярап. || Закрутить. Сред. Юм. Терĕш хытар. || Сжимать. Ёково. Чĕччине хытарат, сжимает соски и не выпускает молоко (о корове). || ЧП. Чунне хытарса çӳрет. Ходит, скрепя сердце. N. Хăй тăванĕнчен кăмăлне хытарса пурăнакана епле çын юраттăр. || N. Лешĕ вĕсене хытарса каланă (сказал строго). Н. Лебеж. Сăнăма та хытарса сăмах хушрăм, виççĕр манет укçана илĕр, терĕм. Юрк. Çак килте хытарса пĕр сăмах ан калăр. N. Ачăрсене Хусана ярас-тăвас пулсан, çак эпĕ каланă пек вĕрентсе хытарса ярăр. || Уговаривать. Никит. Матки Ивана (говорила Ивану жена : сутах парас пулать, ахаль пулмас, тесе хытарчĕ. || Учить. Ачач. 21. Каяс пулать сурăх çитерме! тесе каланă пĕрре çиллĕ сасăпа. Апла каласа вăл ывăлне хытарма шутланă мĕн. Кан. Хытармалла. Надо проучить.

хиркеленчĕк

упрямый. СТИК. Хиркеленчĕк, çавăнта та каясшăн мар, çак ĕçе те тăвасшăн мар; мĕн хиркеленсе тăратăн, кус! (Говорят мальчику или девочке, не желающим слушаться и как-то выражающим недовольство жестами. Самое слово хиркеленчĕк выражает только внешнее (жестами) проявленне недовольства).

хирĕç пыр

прекословить, итти против, наперекор. О сохр. здор. Нумайĕшĕ çак çырнине хирĕç пыраççĕ (не согласны с тем, что здесь изложено). N. Аçупа аннӳне хисеплетĕн-и, вĕсене хирĕç пымастăн-и? || Встречать. А.-п. й. 45. Тиллн çав вăхăтра пылчăк ăшĕнче выртса яваланнă та, хура-хăмăр тилĕ пулса хирĕç пырать. А тем временем лиса повалялась в грязи и встречает волка у опушки леса чернобурой лисой.

ху

то же, что хыв, класть, накладывать. Сятра. Пĕр арăм çăпата ăшня сĕлĕ хуса, тет те, туртса пырат, тет. В. Олг. Кăмака ху, класть печь. Пшкрт. Торайсам тырă хуса каяччă (везут). N. В Б. Карачкине говорят: навос хуас, а в В. Олгашах: навос тиес. || Ставить. Панклеи. Пăлтăртан тавăрнсан çак старик çăнăха сĕтпе çупа çăрчĕ те, пĕр пашалу туса кăмакана хурĕ. N. Икĕ пăт салат хурăм. N. † Салат хурăм ерипе. || Метать стог. Ой-к. Вара Иван çĕлен пуçне касса татрĕ те, копаласа вуникĕ купа капан хуса хăварчĕ, тет. || Вить (гнездо). Янгильд. Мĕн пор кайăксем те хĕпĕртесе йорласа, йăва хуса, çурă кăлара поçлаççĕ. || Заносить. N. Вăрçă патĕнче юр пит нумай хунă, теççĕ. Якейк. Пӳрте йор хуса лартнă (занесло). Ib. Çол çинче йор хуса лартнипе çӳремелли та çок. || Наливать (чай, молоко). Пшкрт. Сятра. Сивĕ шу хуса лартаччă, тет, коршока çăлтан, хôл ăшшине лартаччă, тет, каран. || Снимать. Янгильд. Пăшалне хулпуççи çинчен хурĕ те, мулкача тĕлесе çатлаттарчĕ. || N. Сан ачусем пурте хуна хунă. || Приносить жертву покойнику. Изванк. Хăнасем килсен, чи малтан икерчĕсемпе, çӳхӳсемпе хурĕç (поминки). Ib. Хайхи тьыха ашне пĕçерсе, киле йăтса тавăрăнчĕç те, хурантан ашне туртса кăларса, пурте - пĕрер хут пĕчик чашăк çине хурĕç. Унччен те пулмарĕ, кăнтăрла пĕçернĕ сурăх ашне, чăх ашне, така ашне чашăкпа сĕтел çине лартса, çав пӳртре миçе çин пур, çавăн чул валĕ турĕç. Пĕри алăк патне, пĕр пушă сăра хуран лартса, ун çумне пичке пуçласа ăсса килнĕ сăрана шăпанпа лартрĕ. Ыттисем вара çав хурана харпăр хăй аш пайне таткаласа, сăрапа пĕрле: санăн ăвăнта пултăр, ĕç те çи, эпир сана асăнăпăр, эсĕ пире ан асăн, мĕн панине илмесĕр пăшăрханса ан тăр, ыррине çавăрса кил, усала карта хыçне çавăрса яр, тесе пурте хурĕç. ЧС. Çисе тăрансан ĕçтеркелерĕç те, вара хума тапратрĕç (на похоронах). Ст. Шаймурз. Турăран ырлăх антăр, этемрен сиплĕх пултăр, аминь, ху. (Из моления).

хуйхат

хойхат, спугнуть, пугать, шугать, производя какой-либо шум. Хурамал. Пĕчĕк ача чăх чĕпписене хуйхатса çӳрет. Изамб. Т. Кураксене хуйхатрăмăр (напугали). Б. Олг. Çак шăнасене хойхатсар ( = хойхатса яр). Ib. Çав утсане хойхатсар. Альш. † Аслăк çинчи сар-кайăк, çын хуйхатман пулсассăн, вĕçес кайăк марччĕ вăл. Толст. Тискер кайăксене нихăçан та çын хуйхатса курман (там). Орау. Хуйхати = хăвала, шугать. Петрунка (Тюменск. окр.). † Пӳрт пуçĕнчи квакарчен, çил хуйхатман пулсассăн, сивĕнес кайăк марччĕ вăл.

хуйхă

хойхă (хуjhы̆, хоjhы̆), горе, печаль. ГФФ. † Эпĕр ĕлĕк сарăччĕ, вăрăмччĕ, кăçалхи (1891 ç.) йăвăр хойхăпа посăнтăмăр. В молодости мы были высокими и красивыми, но тяжелое горе этого года (1891 г.) принизило нас. Изванк. † Хула хушшинче хуйхă çӳрет, эпир хуйхăрас хуйхă мар-ши. (Солд. пес.). Ск. и пред. чув. 33. Виле çинчи хуйхă. Нюш-к. Пиçмен çăкăрăн хуйхи виç кунлăх, тырпул хуйхи çулталăк, ача-пăча хуйхи ĕмĕрлĕх. КВИ. Шăнтать ĕнтĕ кунсерен, çитрĕ ĕнтĕ кĕркунне. Вĕçен кайăк сассинчен хуйхă кĕрет чĕрене. Тогач. Старик, çавна илтсен, хуйха ерсе кайрĕ, тет. Арçури. Йыт урипе çӳриччен лаша кӳлсе ларас та, ним хуйхă та курмасăр. Ерех 23. Хуйхăпа пĕрре ĕçем-ха. N. Вара ытарайми ывăлĕ Константин вилнĕ хуйхăпа Иван ĕçнине асăрхаман та. N. Чир вырăнне вăй кĕрет, хуйхă вырăнне вăй кĕмест. (Поговорка). Е. Орлова. Хуйха ӳкрĕ. Расстроился. Сет-к. Вăл хуйха тӳннĕ. Он впал в горе. || Бедствие, несчастье. Пшкрт. N. Мана кăçал хуйхă та хуйхă пулчĕ. || Тоска. Ст. Шаймурз. Унăн чĕринче хĕр хуйхи (тоска по девушке). || Забота, беспокойство, хлопоты. Ала 24°. Халĕ ĕнтĕ хуйхă пĕтрĕ, текех хăвалас-тăвас хуйхи çук тенĕ, тет. Ib. 69°. Юрламасăр ĕçин и мĕн усă, çак тăвансем килнĕ — çав хуйхă. Собр. Çынна ĕç типĕтмест. хуйхă типĕтет. Не работа сушит человека, а забота. (Послов.). С. Тим. Çӳлĕ тусем çинче çуртăм пур, вуник вĕлле хуртăм пур, çăвăр яманран хуйхăм пур. ЧП. Вуникĕ кушак пур çинче хуран çăвас хуйхи çук. N. Унтан арамĕ: сан хуйхă, ман ĕç, тесе калат, тет.

хуйхăрт

понуд. ф. от гл. хуйхăр. Юрк. Ăсан кайĕкĕ иленчĕ (к березе), хурчăки пычĕ — хуйхăртрĕ. Ст. Чек. Каяс-ха, унпа хуйхăртса калаçас. СТИК. Эсĕ çак япала çинчен пĕр те хуйхартмастăн-ĕçке (не заботишься). Ib. Çынсен ачи-пăчисем темле пит ăслă пулаççĕ: вунпиллĕкре кăна-ха, халех ват çын пек хуйхăртса калаçаççĕ (серьезно, заботливо говорят).

хул хушши

хол хошши, подмышка. Якейк. Ăмăрт кайăк апи пор, хол хошшинчен кăларч те, мана туйя каях, тер; эпĕ туйран таврăнсан, калех хол хошшине хопас, тер. ЧС. Çĕлĕкне сулахай хул хушшине хĕстерет. А.-п. й. 87. Хăй пуçĕнчи çĕлĕкне хул хушшине хĕстерсе, пилĕк таран та-йăлса, йăлăнать çак улпута. Якейк. Калпакне хол хошшине чикнĕ. ЧП. Хул-хушшинче усрарăм. Собр. Эпĕр юрла пуçласан, хул хушшинчен пăхса кулатăр.

хуп кĕпçи

, хоп кĕпçи, назв. растения. Собр. † Улăхран улăха çӳрерĕмĕр хуп кĕпçисем шыраса. Сред. Юм. Хуп кĕпçи вăрманта пулакан сарлака çӳлĕçлĕ пурне пик парка пулакан кĕпçеллĕ курăк. Ăна çамрăкла çиеççĕ. СПВВ. ФН. Хуп кĕпçи тутана хуратат. Собр. † Сĕм вăрманта хуп кĕпçи, çак шултрине суйларăмăр, пиртен вара юлашки ларччăр вăрри тăкначчен. Тюрл. Хоп кĕпçи = хухă (Альш.).

хуп

хоп, закрывать. ГФФ. † Окошкине хопинă та, краççыннинет сӳнтернĕ. И окна закрыты, и лампа потушена. Альш. Çӳлĕ тусем çинче виç çуна, унăн çи виттисем шур кушма. Уçатăп, хупатăп, ай, эп ăна, унăн йĕри-тавра каптăрма. Я. У. Вăл маншăн нихçан та куç хупмасть (не смыкает очи). Г. А. Отрыв. Хупăлчи унăн уçмалла-хупмалла, унтан уйăрлмасть вăл ĕмĕрте те. || Затворять. N. Кай-ха, алăка хуп-ха. А.-п. й. 66. Чупса пырса алăка хупать, тет. Ib. 42. Хапхине хупмасăрах хăварчĕ хăй. || Захлопнуть. А.-п. й. 53. Кашкăр йăпăр-япăр тĕпсакайне анса кайрĕ. Йытти сакай алăкне шăнкăрт хупса хучĕ те, пăс кăларса вĕрме тытăнчĕ. Когда волк забрался туда, собака захлопнула крышку, а потом принялась лаять. || Спрятать, посадить под что. Якейк. † Ăмăрт кайăк ман варлич, çунатти айне хопимар, ман пĕр пуçа çăлимар. Качал. Хĕрĕ сараппан айне хупрĕ Йăвана. Тораево. Ырçа айне хуп, посадить под короб. || Запирать. Оп. ис. ч. II. Атте сурăхсене картана хупса хунă. Отец запер овец в хлев. А.-п. й. ЮЗ. Кĕркури кăрккине качакасемпе пĕрле кайса хупать. Ib. 67. Пӳрте çута хупатăп, тет. Ib. 76. Унччен те пулмарĕ, нушана пырĕнчен ярса тытса: „Арăм, тыт урисенчен, нушана тĕрмене хупар!“ — тесе кăшкăрса ячĕ. Вдруг берет нужду за горло и кричит жене: „Держи за ноги! Запрем нужду в тюрьму!“ И. Тукт. Ĕмĕрĕ иртет Çĕпĕр çĕрĕнче. Çĕпĕр çĕрĕнче, патша тĕрминче, читлĕхе хупнă ăмăрткайăк пек... Янтик. Ку лашана кăçал хĕлĕпех çак витене хупса тăтăмăр (пурăнтăмăр). N. Лашана витене хупас, или: хупса хурас или: тăратас. || Посадить (напр. в тюрьму). Изамб. Т. Сут тусан ăна сакăр уйăха хупрĕçĕ. А.-п. й. 76. Эсĕ чи пысăк арчуна пушат-ха, эпĕр çав нушана ун ăшне тытса хупса асăнтарар-ха пĕрре,— тет Ваçлей арăмне. Он говорит жене: „Ты опростай самый большой сундук. Схватим нужду и посадим в сундук. Пусть помнит о своих делах“. || Макка 45. Путĕр-путĕр путене, хупсан хуплу пулмĕ-ши? || Зажать. Г. А. Отрыв. Иван пĕç хушшине хупрĕ те (кобылу), çиччас виççĕ çаврăнчĕ (вокруг озера). Капк. Ашшĕ тытрĕ те, пĕç хушшине хупсах вĕлтренпе ĕнтсе илчĕ. ТХКА 107. Пуртăсене хул хушшине хупрăмăр. Чертаг. † Ах, шăллăм Ентри пур, шăл хушшинчен кăларса хул хушшине хупрăмăр; хул хушшинчен кăларса крӳве лартса килтĕмĕр. Çамр. хр. Хул хушшине хупсах йăтса кайнă. || Съесть. СТИК. Икĕ кĕрепенкке кулачча хупрĕ вĕтĕ ку! Съел два фунта калача. || Употребляется в сочетании со словом сехре. См. сехре хоппи (вып. ХI), хăп, хып. Ала 93°. Ашшĕне курсанах, ачанăн сехри хупса тухăрĕ, тет (перепугался).

хупса ларт

запереть, затворить плотно. N. Çак мана тĕттĕм çĕре хупса лартрĕ. Орау. Ăна хупса лартнă (никогда не скажут: лартса хупнă). Хăр. Паль. 22. Алăкне хупса лартнă. Полтава 30. Анчах тискер шухăша шанчăк туса тупмасăр, хăйĕн вăрттăн чĕрине хупса лартнă питĕрсе. Янш.-Норв. Хупса лартрăм. Я запер его (в шашки). Ала 3. Как вăл кĕрсенех карап алăкне хупса лартнă, тет те, карап тапранса кайнă, тет. Синерь. Ашшĕне витене хупса лартрĕç, тет.

хур пул

осрамиться; оказаться несчастным, униженным судьбой. Бур. Хурăн ӳссе пысăк пулать, сарă ача ӳсе-ӳсе пысăк пулать, савнине илеймесĕр хур пулать. СЧУШ. † Хураях та лаша, хура пĕкĕ, хур пулмĕ-ши ямшăк аллинче. Рак. † Ĕнтĕ йăвăç ӳсе-ӳсе пысăк пулат, çулçине тăкаймаст — хур пулат. С. Дув. † Вăрман ӳсет, ӳсет, пысăк пулат, çулçине ярамасть — хур пулать. Сарă хĕр ӳсет, ӳсет, пысăк пулать, савнине каяймасть — хур пулать. Юрк. Çынна култарăн, темĕн курса тăрăн, хур пулăн, ан кĕреш! ЧП. Пире илен хур пулмĕ. ЧП. Ăрăскаллă пуçăм хур пулмĕ. || Подвергаться плачевной участи. ТХКА 113. Çак çăпата сапласах çак шыв хĕрринче хур пулас марччĕ пирĕн. Как бы нам не подвергнуться плачеввой участи, валандаясь на берегу с починкой лаптей. || Впасть в несчастье. Юрк. † Салтака кайрĕ, хур пулчĕ. Пазух. † Урам варри вар пулчĕ, пире саван хур пулчĕ. || Погибнуть. Ст. Чек.

хура

хора, черный. См. йĕпкĕн-хура, хуп. N. Мамăк тушек сарса, чаршав карса, кăчăк туртса юлчĕ хура куç. N. Хура куçлă хĕр, черноглазая девица. КВИ. Хура куçлă хĕр инçе, хăйĕн хитре пӳртĕнче. Черноокая далеко в пышном тереме своем. N. Хура çилхеллĕ лаша, черногривый конь. ГФФ. † Пирĕн поç çинче хора калпак. У нас на голове черная шапка. Якейк. † Пуçăм толли хора калпак, пуçа тăхăнса çӳремесĕр хора халăхран уйăрлтăм. ГФФ. † Татьян сăхмань хора сăхман, Иван тĕлне çитсессĕн арки вăр-вăр туса пырать, Иван тохтăр, тет, корнать. Полы Татьянина черного кафтана, как дойдет она (Татьяна) до Иванова дома, начинают раздуваться, как бы говорят: выходи, Иван! ГФФ. † Хора тăлăппе мохтанать. Хвастается (своим) тулупом черной дубки. ГФФ. † Пирĕн алăра хора алстой ( = алсатуль). У нас на руках черные голицы. ГФФ. † Пирĕн орара хора кĕççат. У нас на ногах черные валенки. Сет-к. † Хора çăккăр çийиччен шор колачах çиер-хе. Шишкин. † Эсир ăма пит хора? — Хора çăкăр çинĕрен. Сĕт-к. † Авоç килет ман тантăш кăвак лашине выльятса, хора çонине янтратса. Т. Григорьева. Хура ĕне сĕчĕ тутла, теççĕ. А.-п. й. 70. Тухать, тет, пуян арамĕ хура ĕнине сумашкăн. N. Хура халăхпа, хĕрĕ-хĕрарăмĕпе, ачи-пăчипе, çак хура вăкăрпа асăнатпăр, тав тăватпăр сана, учук турри. А.-п. й. 5. Ĕлĕк пĕр карчăкпа старикĕн пĕр пысăк хура кушак пулнă. Оп. ис. ч. II. † Хура сăсар йĕрне йĕрлес мар, атте-анне ятне ярас мар. Не надо (мне) искать по следу черную куницу, не надо (мне) позорить имени отца-матери ГФФ. † Хора йос çи тирĕнчен те ялккас калпак çĕлетрĕм. Из шкурки черного горностая сшила шапочку. N. Саманисем йывăр, чунăм айван, авкаланап хура пăлан пек, тесе юрлатчĕç авал. Оп. ис. ч. II. † Хура чĕкеç ларнă çирĕк çине, ик çунатне янă ирĕке: юратнă тăванăм килнĕ чухне, ярам-и кăмăлăма ирĕке? Опустилася на ольху ласточка черненька, распустила свои оба крылышка вольненько; как приехал мой родимый, развернуться что ли? Дать свободу ретивому, дать сердечку воли? В. С. Разум. КЧП. † Хура-хура кушакăн çăнĕ ( = çăмĕ) йăл-йăл курнатĕ. Чаду-к. Çав вăхăтра Иван хура туя илнĕ те çĕлен патшине çапнă. Бигильд. † Хусан варринче хура юпа, мĕн ырлăхпе (для какой пользы) лартнă-ши? Бюрг. † Çамкасене çырнă хура çыру, сĕтпе çуса ярсах пулмасть-çке. Ск. и пред. чув. 73. Кĕтӳ хыççăн урампа хура тусан хăпарать. N. Мăн çол çинчи хора тосанне хора-тор лаши хоскатрĕ. Орау. Пĕтĕм яла хура пĕлĕт хупласа илчĕ. Ск. и пред. чув. 69. Икĕ куçĕ хуп-хура, икĕ хура шăрçа пек. И. Тукт. † Хура шăрçа хушшине те йĕпкĕн мерчен ан тирĕр. НР. † Пахчи, пахчи, çĕмĕрт пахчи, çĕмĕрт çисе ӳсрĕмĕр, эх, ӳсрĕмĕр,— çампа хура пултăмăр. Сады, сады, черемуховые сады! Питаясь черемухой выросли мы, потому, видно, черными мы стали. Регули 716. Çав хорараххи çирĕпрех. Альш. † Хура Атăл урлă каçмарăм, Шурă тинĕс шывне ĕçмерĕм.|| Темный. ГФФ. † Хора та вăрман варĕнче çутă та кулли пор, теççĕ. Среди темного леса, говорят, есть светлое озеро || Вороной. См. йĕпкĕн-хура, хуп. ГФФ. † Йăван лаши хора лаша... Ивана вороная лошадь... НР. † Хура лаша çилхине йĕс турапа турарăм. Вороного коня гриву медным гребнем расчесала я. ГФФ. † Веçа килет пирĕн йысна хора лашине сиктерсе. Вот едет наш зятек. Его вороная лошадь весется вскачь. А.-п. й. 71. Кӳмине виç пар маттур хура ут кӳлнĕ, тет. Пазух. † Хура кăна лаша, катра çилке, килĕшет хура çул çийĕнче. Юрк. Хура лаша вăрлакан шĕшкĕ айĕнче тăракан, пуйăн хĕрне вăрлакан пĕр пус укçасăр хăтăлакан. Кума-к. Тухсассăн (вылезши оттуда), хура лаша çуни çине вотă нумай тиерĕм, тет || Нечто черное, чернота. Артюшк. Ача калат: ав лере пĕр хура курăнат (что-то черное виднеется). Собр. Ирхине тăтăм та тула тухрăм, тулта хура-хура курăнать, хура мар-çке, хуралтă. || Çиç. çиçрĕ кĕм. 75. Вăхăт та ĕнтĕ хура кĕре сулăнчĕ. N. Пирĕн хура кĕртенех çимелли пулман, выçă тарăхнă. О сохр. здор. П. Эпир сивĕрен хăраса хура кĕрпех кĕрĕк тăхăнса çӳресен, нихçан та çара уран çӳресе курмасан, вара чăнах та хамăра хамăр ачашлаттарса яратпăр. || Виçĕ пус. 6. Пусса акмасăр хура хăварса кантараççĕ. С. И. Иванов. Хурана шуратса хăварсан, чипер шăтса тикĕсленме пар, тикĕсленсе çитсен шăркана чипер лайăх ларма пар. (Из моленья). N. Ман анасене хура вырттарса ан хăварăр. || Редко. Бес. о земл. Пĕр тĕлте йывă, тепĕр тĕлте хура (сайра) ан пултăрччĕ тесе чухлас пулать. || Черное место. Альш. Ниçта пĕр хура курăнмас. Нигде не видно черного места (где бы не выросла трава). Каша. Хура вăрманта хура çук, хура сăрху лашусене кӳлсе пыр. || Бесснежный (дорога). К.-Кушки. Хура çул, бесснежная дорога. N. Утсем ырхан пулчĕç, çулсем хура пулчĕç: çитеймерĕмĕр вăхăта. Чăв. й. пур. 10. Хура çĕрте унăн лаши туртайман (весною). Бес. чув. 1. Ялсенче тĕл-тĕл хура курăна пуçларĕ, кĕперсем, тусем ытларах та хуралса карĕç. || Поздний (об осени). СТИК. Хура кĕркунне, поздняя осень (октябрь и начало ноября). N. Хура кĕркуннеччен, до поздней осени. Хăр. Паль. З. Акă пирĕн Пальля мăнкунтан хура кĕркуннеччен чавса шыççипе тата çăпанпа асапланать. || Глухой (о ночи). Якейк. Сăпаççипă атия: хора çĕрле çӳреме хора лаша исе пач. Собр. Хусантан илтĕм хура лаша хура çĕрле çӳремешкĕн. Якейк. Пирĕн мочийăн хора лаши хора çĕрле (в глухую ночь) тăрсассăн йĕвенсĕрех тыттарать. N. Ялта та хура çĕрте сасă-чĕвĕ пулмĕччĕ. N. Пирĕн пиччен хура лаши хура çĕрлерен кĕçенет. Сред. Юм. Хôра çĕртенех (в конце или середине осени) пĕррĕ кайса корнăччĕ те, çавăнтанпа такки кайман-ха. || Черная кайма. Альш. Атьăр тутăр кумар-и, варрине хура хурар-и? || Чернила. ЧП. Хурапала çырнă хутсем çинче аттепе анне ячĕ пур. Ib. Тăвансем патне хурапала салам çырса яма юрарĕ. N. Хот çине хора пĕр кĕрсен каймасть. || Грязный. Ст. Чек. Хура арăм-çке ку, кĕпине те çума пĕлмес (грязная). N. Хора кĕпе, грязная рубаха. Цив. Пурте тухаççĕ: ачисем те, ашшĕ-амăшĕ те, пурте хура кĕпи-йĕмĕпех пыраççĕ. С. Тим. Хура ура сырмарăм (не обулась в грязные онучи), урам урлă каçмарăм (не перешла). Кама 59. Питна-куçна çу малтан, хăвăнтан хура тар юхать. Ачана варалан! Бес. чув. 5. Унта вăл малтан хурарах таварсем: кăраççын, тикĕт сутнă. Юрк. Алă-шăллине хурине патăн-çке, çук-и çавăнта тасараххи. || Грязь. Шурăм-п. Юрпа çăвăнсан çич çул кайман хура каять. Тогач. Пĕве çитрĕм, çира хура каймарĕ. (Кăмака çамки). Трхбл. Шурă кĕпе час хуралат, хĕрли çапах хурине çĕклет (т. е. не так скоро марается). || В переносном значении. КС. Ят пăсăлнă çыннăн халăх çинче хура витмест (не имеет влияния на народ). Ib. Унăн ашшĕ-амăш пуян та, хурине витерет, тетчĕç авал чух. Орау. Хура витмест. Его слова не имеют веса (при брани), так как он себя замазал чем-то дурным. М. Ăнтавăш. Унăн нимĕн хури те çук. Он — беззащитное, безответное существо. Собр. Хурапа шурра паллакан пулăр. Будете разбираться в вещах. || Черный = некрасивый. ГФФ. † Сăнăм хора, ăсăм кĕске... Сам я черный (некрасивый), ума немного... || Черномазый. ГФФ. † Çампа хора полнă эпир. Потому (видно) я уродился (таким) черномазым. || Смуглый. Сред. Юм. Хôра хĕр = смуглолицая девица. Актай. † Ай ухман Степан, суйламасăр хĕр илчĕ, сарри-хури тиркемер. СПВВ. ПВ. Хурарах-су сăнлăскер. Юрк. Атте ывăлĕ сарă ывăл, ыталаса вĕл çывăрат. Анненĕн ывăлĕ хура ывăл, кунне виççĕ хĕнемесĕр кун каçмас. Шел. II. 16. Хут çийĕнче анчах тăрса юлĕ... хура тĕссĕм... салху мĕлкеçĕм. N. † Айта, тантăш, киле кас, сана сарри кĕтет поль, мана хори кĕтет поль. (Свад. п.). N. † Сарри сăмавар лартнă поль, хори хоран çакнă поль, çмарта пĕçерсе хонă поль. (Свад. п.). Н. Лебеж. Ялтан яла эпĕ çӳрерĕм хуньăм хура хĕрĕ ӳсиччен; тыт куркăна, хуньăм, лар вырăнна, тайлайса тăрăп умăнта. Собр. Хуннĕм пачĕ хура хĕрне хура çĕртен чупмашкăн. || Чужой, чужак. Кильд. Çичĕ ют хура чăвашсем атте килне пухăннă. Хура выражает чужое, не близкое тебе. N. Хура çын ĕçне пурне те пĕлсе çитерейместĕп. || Большой. Самар. Хура вăрман айĕ такăр пулсан хăтăлаймĕ тилĕ пур пулсан. Когда в большом лесу станет гладко, лисице, если она будет, не уйти целой. Тайба-Т. † Хура вăрман хĕррине капкăн хутăм юртса пыран хĕрлĕ тилĕшĕн. || Много, Сред. Юм. Хôра вăрман пик нăмай (очень много). Турх. Эп çуралнă шывçĕрте хура-хура вăрман пур. Ала 55°. Çул çинче хуп-хура халăх (тьма тьмущая) ман хыçран чупаççĕ. || Резкий (о ветре). N. † Вăш-вăш вĕрет хура çил, мăкăнь çеçкине çавă тăкать. N. Вăш-вăш вĕрен хура çил, тăвăр ăрамсене типĕтет. || Горький (о слезах). Янш.-Норв. Пусмисем умăнче кĕтсе те килмесен, хура куççулĕсем тухнă пулĕ. Ала 99. Хура куçшульпе макăрать. Горько плачет. Якейк. † Ирех тăтăм ирĕксĕр, хура кушшульпе пит çурăм. (Солд. п.). || Мрачный (о думах). Полтава 40. Кетмăн хура шухăшне хĕр юратни тартас çук. || Сильный (о заморозках в мае). ЧП. Сатри улма чечекне хура тăм ӳксе пĕтерчĕ. || Г. А. Отрыв. † Эпĕ савнипе уйăрлнă кун пĕлĕтлĕ кун пулайрĕ, хура çăмăр çăвайрĕ. N. Хурăн тăрри хумханать, хура çăмăр кĕтет пуль. N. Сирĕн пӳрт çине тренче витнĕ, хура çумăр çуса хуратнă, çавăнпа тимĕрĕн курăнать вăл. Чăв.-к. Çĕр çĕклейми пӳртсем ларттартăм, хура çумăр килчĕ хуратрĕ, хура чусли тесе ыйтаççĕ. || Злой (враг). Юрк. Урама тухма халăм çук: курăна тăрат хура тăшман. У меня нет возможности выйти на улицу: (как не посмотришь, все) злой враг стоит перед моими глазами. Ст. Шаймурз. † Ĕнтĕех те çинçе пӳçĕм авкаланать хура çын аллинче. Янш.-Норв. † Хура çăварлă халăхсем, евчĕ килне кĕменни атте килне сырса илнĕ. (Хĕр йĕрри). Чăв.-к. Кив Улхаш чăваш — хура чăваш, мана илме килнĕ пулĕ. (Хĕр йĕрри). Бур. Кĕмĕлех те çĕрĕ ахах куç, хур пулминччĕ хура çын аллинче. || Горный берег (?). N. Эсир вутă йăлăмра туни, хурара туса-и? || Назв. болезни (о глазах). Кан. Хура карнă куç кастарнă хыççăн куракан пулнă. || Назв. растения. В. Олг. Хура, былинка, чернобыль (?). Шибач. Хура = сухая полынь. Бур. † Çил вĕрмесĕр хурасем хумхансан, тупăлха-тăр тетĕп эп ăна. Альш. † Çил вĕрмесĕр хура (т. е. хытхура = хура эрĕм) тапрансан, тупăлха-тăр тетĕп эп ăна. Тайба Т. † Çил вĕрмесĕр хура (мăян е эрĕм) ай тапранат, тупăлха-тăр тетĕп эп ăна. N. Хура = хăвра.

хора ĕçлен

гадюка (змея). См. хура çĕлен. Якейк. Çырмари йохан шури котăн каякан хора ĕçлене хăçан хора халăх пăхса хора куç ӳкĕ, çан чох тин çак ачая хора халăх куç ӳктĕр. (Из заговора).

хорал тăр

сторожить, караулить, стоять на стороже. В. Олг. Тантăшсам олах ларнă чох пирĕн хорал тăрас полать. (Солдат. песня). Шибач. Çăва çинче хорал тăрнă чох ашшĕ çор çĕрте тохрĕ. СТИК. Хурал тăрас: 1) вадить (в игре в лапту), 2) искать (в игре в прутки), 3) ловить (в игре в жмурки). Ала 5. Иван Суволов каларĕ, тет: „Хурал тăрас çак кĕпер çине“, тесе. Трень-к. Çулла хамăрăн йывăç улмисене хурал тăраттăм. Юрк. Вăл сирĕншĕн те, пирĕншĕн те, ялшăн та вилнĕ çын; халиччен вăл нихăçан та урама тухса çĕрле хурал тăман.

хурăм

хорăм, форма. Собр. Пĕчик акен хурăмĕ çурăк. (Хуртпуççи). Якейк. Эпĕ паян пасарта хорăмлă çынна кортăм. Ib. Çак хорăмпа иртсе кайнă çын кам? Сред. Юм. Пиншакăн хôрăмĕ пит илемлĕ. || N. Хĕрĕсем те ачисем те пăсăлчĕç, йĕрĕх хорăмне прахрĕç, шохăлĕ хорăм кая пуçларĕç. || Сажа. Смоленск. Хурăм пек хулăм хура пĕлĕт тухсан çăмăр пулать.

хурăнсăр

то же, что Хурăнсур. Хурамал. Тата тĕпелти хĕрарăмсенчен ыйтат: „Е Хурăнсăр кассисем, çак ятлă курка сире тиври, çук-и?“— тет.

Алă хурçи

часть руки. См. хурсă (алă хурси). О сохр. здор. Иун алă хурçинчен юхать пулсан та çӳлерехрен çыхмалла. N. Çак хуçанăн çăкăри пурте алли-вăйĕ хурçисем (т. е. дают большую силу).

хурт

хорт, насекомое вообще. N. Улт ураллă хурт. Букв. 1886 г. Вăрманта пин хурт пуртăр. || Червь, червяк. Орау. Калчасене хурт çия пуçланă. Ib. Хурт çияшшĕ чĕлхĕне-çăварна, çăварăнтан пĕр путлĕ сăмах тухмасть. Микушк. Ыраш хурчĕ нумай пусан, тепĕр çул ыраш лайăх пулать, теççĕ. ГТТ. Çулçă çине хурт ӳкнĕ, хурт пуснă. || Подобне червей, выдавливаемое из лица (кожное сало). Ирч-к. || Пчела. N. Хурт сăхрĕ. Пчела укусила. В. Тим. Çак хуçанăн ĕçки-çики пурте ватă хуртăн пылĕсем. Орау. Хурт çĕмĕрни нихçан та каçмасть (не прощается). Юрк. Хура çĕмĕрт лайăх çурăлсан хурт нумай уйăрат. N. Калах хуртсе кăлартăр пулĕ. Мĕнле, пурте чĕри? Вăй пур-и? Торх. Хуртсен вĕллере апат çук (меду нет), антарман. Ib. Хуртсем ĕçе кайма тапратрĕç (главный взяток). N. Хурт утарне хурчĕшĕн анчах илнĕ вăл (из-за пчел). Торх. Кăçал хуртсен апат пур (медосбор хорош). Ib. Хуртсем ӳкрĕç вĕрене çине (çăка çине, кăчкă çине). Так говорят о полете пчел. Ib. Хурт ĕнмест. Пчелы не ведутся. Ib. Хурт вылятать. Ib. Хурт уçăлчĕ. Пчелы облетелись. Ib. Хуртсене уçăлма кăларса лартрăм. Я выставил пчел для облетения. Ib. Хурт чĕкĕрет. У пчел понос. Ib. Хурт çăвăр ячĕ. Пчелы нароились. || Пчелиный рой. Орау. Хурт тупнă. Нашли рой. Торх. Хурт каялла тухрĕ (о слете посаженного роя). Ib. Таракан хурта лартма тимĕрпе янтратаççĕ. Ib. Хурт амăш çине ӳкрĕ. Отроившийся рой возвратился назад к матке, в свой улей. N. † Вăрман витĕр хурт каять çăка йывăç шыраса, эпĕр кунта килтĕмĕр юлташсене шыраса. ЧП. Хура вăрмана хурт ятăм, хура çĕлен пуррине пĕлмерĕм. Шарбаш. Ялтан яла хурт тусчĕ, хурт тус марччĕ, хĕр тусчĕ, тăрса юлчĕ мĕн тăвас. N. Пĕчик алăкри хорт ӳкрĕ. || Улей. Тюрл. Пĕр пуç хорт (улей).

хурт тăкан курăк

назв. растения, лапчатка (Potentilla intermedia.) Орл. и Д. С. Серг. № 70. Мĕн те пулин хуртланнă пулсан, çак курăка типĕтсе тӳсе сапас пулать. N. Хурт тăкан курăк = хурт курăкĕ.

хорă

(хоры̆), кора дерева. Пшкрт. Хус, копать лопатой. СТИК. Çакăнта купăста лартмалла; ыранччен çак йăрана кĕреçепе хусса тухас пулать. Ib. Пахча çимĕçне сухапа сухаласа туман, кĕреçепех хусса тăватчĕç.

хусах

хосах (хузах, хозах), холостяк, холостой. Хвалынск. Çамрăк-çамрăк хусахсем утсем хатĕрлеççĕ. Илебар. † Çак уллахра мĕн йĕрри пур, ют хусахăн йĕрри пур. Бугульм. Самарпа Сакмар хушшинче куян выртать парĕпе; хусахсем тытмарĕç хурласа (т, е. считая негодными, плохою дичью), пурсуйсем тытрĕç мухтаса. Шибач. Хосах, аланман ача. Тогаево. Вара авланнă çынсем çывăрма выртаççĕ, хосахсем, хĕрсем пыçтарăнса тортмалла копăспа йорласа тепĕр çĕрте çăлакансем патне корма каяççĕ. Юрк. Эпĕ çул хĕррине тухрăм та, мана хирĕç хусах пырать. „Эсĕ мана пыратна?“ — тет. N. Лучше хусах пуçăн ĕмĕр ирттĕр, тетчĕç авал. || Парень. ЧП. Пирĕн ял витĕр хусах çулĕ. Синьял. Çак ял виттĕр Хусан çулĕ, Хусан çулĕ мар, хусах çулĕ. Юрк. Пирĕн пӳрт çумĕ хусах çулĕ, хусах çулĕ мар, уллах çулĕ, çĕрĕн-кунĕн айăх çук. Шел. 104. Ак пирĕн хыçран ик хусах килет. Панклеи. N. Такмакран икĕ хосах сиксе тохаççĕ те, Кокшана пуçран шакка пуçлаççĕ. Тогаево. Вара амĕш вилсен хосах ачи сывалнă, тет. Ib. Çавăн пек пĕр ялта пĕр арăмăн хосах ачи чирленĕ, тет. Сред. Юм. Хôсах ачапча, парни. || Вдовец, вдова. Сред. Юм. Хôсах арçын, вдовец или совсем неженатый старик. N. Хусаххăн пурнакан, вдовец. N. Хусах арăм, вдова. Сред. Юм. Хôсах матка, вдова. Якейк. Хосах арăм тесе опăшки вилнĕ хĕрарăма калаççĕ. Ib. Арçынна та арăмĕ вилнĕ пулсан, хосах теççĕ. N. Ача-пăчаллă хусах арăмсене пулăшса тăмалла. Анчах хăш-хăш ялти çынсем çавăн пек хусахсене пулăшса, пăхса пурăнас вырăнне пушшех хĕссе аптăратса пурăннă. Сред. Юм. Хôсаххăн порнать, живет вдовцом или вдовою. N. Эпĕ хусахăн пурнаймăп ĕмĕрех. || Птица без самки или самца. Орл. Хусах хур (не имеющий гусыни) пек çӳрет (как в воду опущенный, печальный). Юрк. Эпĕ халĕ те пулин, хусах хур пек, пĕр пĕчченçи пĕркеленсе пурăнатăп, авланман. || Пухтел. Хусах хур = чĕпĕ кăларман хур. Чертаг. Хусах хур, чĕппи вилсе пĕтсен. Б. Хирлепы. † Пĕччен юрă юрласан (если спеть), хусах тăрна сасси пек.

хуç

хоç (хус’, хос’), ломать, изломать (вещи). Сет-к. Порт аврине темчол хăтлансан та авса хуçас çок. N. Суха-пуçне Хлимансем купăста йăрань сухалама илсе кайрĕç те, хуçса кӳрсе пачĕç. А.-п. й. 47. Тилли каялла çаврăнса пырать те, шĕшкĕ туя хуçса илсе, тытăнать кашкăра ăшалама. А лиса возвратилась обратно, отломила орешник, взяла волка за хвост и ну стегать его по спине. Ib. 103. Ирхине хĕр йĕке вĕçне хуçса илет те, ашшĕне парса çапла калать... А утром она отломила кончик своего веретена, подала его отцу и говорит... Ib. 69. Инке, аяк пĕрчи хуçатăн,— тесе кăшкăрать Пӳрнески кăвас чĕрес ашĕнчен. Аскульск. Тапарах та сикерех, уратине хуçарах, эпир тепĕре киличчеи çĕнĕ урата хурайĕç. N. Тăрăс! тарас! тапар-и? уратине хуçар-и? уратине хуçсассăн авăспалан саплăпăр. Сиктер. Шывăн леш аякки симĕс хулă, хуçаймарăм ывçăм туличчен. N. Хветĕр арăмĕнне канчалаççине хуçса пĕтерчĕ те, вара кăнчалине унича алăк çине ялав çакрĕ. || Сгибать. К.-Кушки. Алă хуç. Самар. Хăшĕ унта ура хуçса ташлат. Тогач. Пĕр карташ сурăх мый хуçса выртĕ. (Кукăльсем). || Складывать. ГФФ. † Хосан çони хоçмала, хоçсан иккĕн лармалла. Казанские сани складные, если их сложить, можно сесть вдвоем. || Заломить (шапку). ЧП. Хуçрăм лартрăм çĕлĕкме. Собр. Туртнă çыхнă пилĕкне, хуçнă лартнă çĕлĕкне, хĕнемен çынна хăвармасть. (Милĕк). || Колошматить. В. Олг. || Изуродовать. N. Микуçа хăй арăмне халăх кĕлечĕ патĕнче çапса хуçна тĕлте çапса хуçна. Кан. Арăмĕн аллине çапса хуçнă. Изамб. Т. Кăна çăварĕнчен, самсисенчен юн киличчен хĕнесе хуçнă. || Ранить. N. Улпут сыснине улт сыснана петĕм хуçрăм та, пĕр кĕлет какай турăм. А.-п. й. 61. Анчах пĕр пĕчĕк вĕçен кайăк, темле ăнсăртран çунатне хуçнăскер, вĕçсе каяйман та, пĕчченех тăрса юлнă. || Юрк. Яшки пиçнĕ, хуçнă, пырас та çиес. N. Çав такана кăçалхи çул çав пирĕн ачанăн туйĕшĕн тытса пуснă, пиçнĕ, хуçнă, çак туй халăхшĕн хатĕрлесе хунă. || Свернуть. Якейк. Йăвана пĕр конта хуçса прахрĕ, темле осал чир полч (свернуло). || Разорять. Изамб. Т. Юрлăскере тата ытларах хуçса каять ĕнтĕ (разорит). Жатва. Вĕсем ниме юрăхсăр пукра пек, кирлĕ мар йывăç пек, тасисенех усал тăвасшăн пурăнаççĕ, кăлăхах тасисен пурăнăçне хуçаççĕ. Ачач 77. Пĕтĕм пурнăçа хуçса хăварчĕ вăл. || Огорчать. Альш. Ашшĕ-амăшне хуçаççĕ (умирающие дети). || N. Хĕрарăмсем сăмах хуçса калаççĕ (или калаçмаççĕ?) || Сăмахпа çапса хуçаççĕ. || N. Шывăн урине хуç = сивĕ шыва лĕп ту. || Плести (лапти). ТХКА 27. Пысăк, йăвăр çăпата хуçса парса тарăхтартăн мана. НР. † Пĕлтĕр хуçнă çăпатине тор-тор! кăçал туса пĕтертĕм, шеремет! Лапоть, начатый (который начал плести) в прошлом году, в этом году доплел я.

хуçа

хоçа (хуз’а, хоз'а), хозяин, владелец; купец. Орау. Ку çăпатан хуçи çта? Юрк. Хуçисем паллă кăна пысăк хăнине тытăнаççĕ мĕн пурĕпе силлеме. Ib. Хуми çӳллĕрен ниепле те тушне (тушу овцы) тепĕр енне ывăтса каçараймасть; хуçи хăй патне пынине курмасăр тек асапланать. ЧП. Пĕр икĕ çавра юрă юрласшăн хаварас мар хуçин кăмăлне. Хуçи хуçа ятлă мĕн, сăрисем пыл пек тутлă мĕн. N. Эсĕ, Марье, нумай пулать-и хуçана кĕни? Кам хушрĕ сана манран иртсе пурăнма? N. Ĕлĕкхи хоçи (мой) тĕл полчĕ. Якейк. Ĕçес-çияс хуçаран, калаçас-колас хамăртан. Кильд. Вара вăл хăй те хуçана ӳкнĕ. N. Хуçанăн сылтăм енче çĕнĕ пӳрчĕ пур, тултан сакăр кĕтеслĕ, шалтан тăватă кĕтеслĕ, çине шатрун виттернĕ, ăшне калтир турттарнă. Çав çĕнĕ пӳрчийĕн сакăрвунă сакăр сакки пур, пĕр саккине пире выляса кулса ирттерме памĕ-ши? Тата унăн çичĕ çулхи вăкăрĕ (вăкăри) пур, мăйраки кĕмĕл, чĕрни ылттăн, мăйракипе çĕр чавать, чĕрнипе çул хывать. Çак хуçанăн аслăк тăрринче пĕр кăркки пур, унăн-кунăн кускаласа çӳрет, уна икĕ çулччен тытайман пусман, халĕ туй халăхĕшĕн тытнă пуснă, сĕтел çине лартнă, çуначĕпе витнĕ. Курм. Хуçа апачĕпе: чăкăтпа, çӳкӳпе. П. Пинерь. Килмĕттĕм эпĕ çак киле, илемлĕ иккен хуçан ĕçкисем. ГФФ. † Эпир контан кайсассăн, хоçи йолать хорланса. Когда отсюда мы уедем, хозяину станет грустно. ГФФ. † Хоçи тохрĕ те курмашкĕн те. Вышел поглядеть хозяин. ГФФ. † Хоçи çӳрет савăнса. Хозяин ходит и радуется. А.-п. й. 18. Утар хуçи илтсессĕн, иксĕмĕрĕнне те тирсене сӳсе кайĕ,— тет. ГФФ. † Порнеллĕ те перчаткă тахнас мар, хоçасен чонне хорлантарас мар. Уж не будем надевать перчаток, чтобы не огорчить этим купцов. ГФФ. † Самар алстоль сар алстоль, Самар хоçи йышăнмасть. Самарский купец не признал за свои самарских желтых толиц. ГФФ. † Номай окçапа мĕн тăвас? Эпĕр хоçа полас çок та, хоçа ятне илтес çок. На что нам много денег? Купцами нам не быть, не нам носить имя купца. А.-п. й. 71. Çав вăхăтра çулпала пĕр хуçа вĕçтерсе килет, тет. || Хозяйство. О землед. Кил-хуçара сухапуçĕсем анчах пулсан, навуслă анасене плуксемпе сухаланă пекех сухаламалла. || Ходар. Пире тата кайăкран-хуçаран, вăрăран-хурахран, вутран-кăвартан, шывран-шуртан, тĕрлĕ хуйхăран, тĕрлĕ чиртен, тĕрлĕ асапран — хăтар пире.

хуçалăх

хозяйство. А.-п. й. 113. Пур çĕрте те çынçем уйрăм хуçалăхпа мар, ушкăнлăн пурăнççĕ. || Хозяин. Н. Лебеж. Эпир çак киле хуçалăх марччĕ.

хут

хот, бумага. N. Эпир пӳрт ăшчиккине хут çыпăçтартăмăр. ТХКА 4. Эпĕ профессăр мар, ăслăлăха нумай вĕренмен, пăртак шурă хут çине хуратса çыркалама, алă пусма çеç пĕлетĕп. Артюшк. Хăй хут пек, йĕп чиксе кĕмес, туп. (Вăл пулĕ келенче). Собр. Хусан çинче хут вылять, Хусан илемне çав кӳрет. N. Хăят чиркĕвĕ хут çинче. ГФФ. † Кĕтмел аври хот полчĕ те, манăн савни йот полчĕ. Брусничиая трава стала бумагой, моя милая стала чужой. || Письмо. N. Пичче вилнĕ хот килчĕ. N. Икĕ хот хяль ола-хыçлах кисе (пришли). N. Эсир хот ма питĕ сахал çыртăр? N. Тата нумай çырмалли, тулĕк хут çине кĕмест. N. Эпĕ сан хута пĕр маях алла илтĕм. N. Халĕ хăвăн хоту çинче те килчĕ атрĕсу. N. Ман упăшка хут яман-ши? N. Эпĕ пыракансенчен хотсам парса ярсаччĕ. N. Пирĕн пата хот ямасăр ан тăр. Якейк. Çак хота хирĕç эп хот ярас темесп. Я не хочу ответить на это письмо. Ib. Эп он хотне уçса воларăм та, кальлях çыпăçтарса лартрăм. Н. Сунар. Ун патне хут ӳкерсе яр. N. Çак хотран йолап сив чирпе. || Деловая бумага, документ. N. Пĕр-пĕр ĕç хучĕ çырнă чухне. Турх. Чавкасем саккун хучĕпе виçĕ çерçие чĕннĕ, тет. (Авалхи юмахран). Юрк. Пĕр ерне яхăн çапла ют хулара пĕр хутсăр-мĕнсĕр граф Игнатьев ячĕпе пурăнсан, хайхисем хăйсен хулине тавăрнаççĕ. Çĕнтерчĕ 46. Комсомол яччейккипе пионер отречĕн клупĕ тесе çырнă хут çапнă. || Грамота. N. Эпĕ сире çырăва (хута) вĕренесси çинчен каласа кăтартас тетĕп. ЧС. Эпĕ хут вĕрене пуçласан, кирĕметрен хăрави ахалех пулнине кăшт туя пуçларăм. Байг. Кушкăра хут вĕренсе килсен, эпĕ пĕрмай кĕнеке вулаттăм. N. Хута вĕрен. N. Хута вĕрент. Трень-к. Эпĕ ача чухне хĕлле хут вĕренме çӳреттĕм. ТХКА 14. Хут вĕреннĕ çын. Абыз. Çитĕнтернĕ, хут вĕрентнĕ. Курм. Авал чăвашсене хут вĕренме питĕ йăвăрччĕ. Сред. Юм. Хôт патне ятăмăр. Послали учиться. N. Ачасам хот патне карĕç-и? Б. Янгильд. Эпир хĕлле хут патне кайнă чух ялан мулкачă йĕрлеттĕмĕр. Сред. Юм. Эс хота пĕлет-не? Знаешь ли ты грамоту? Якейк. Тияк мари полччăр-и, хот воласа ларччăр-и, шор пĕремĕк çиччĕр-и. N. Хусан тиекĕ мĕн ĕçлет? Çыру çырать те хут çапать. || Бумажный. Чăв. й. п. ЗЗ. Вăл укçасем пурте хут пулнă иккен. А.-п. й. 99. Унтан улпут кăсйинчен пĕр кирпĕç пек хут укçа кăларса илсе шутларĕ.

хута кĕр

заступаться. Якейк. Эп сан хута кĕтĕм. Я заступился за тебя. N. Пирĕн хутăмăра кĕр. Дик. леб 49. Пĕр чĕрĕ чун та Елиса хутне кĕмен. Сĕт-к. Çичĕ йота тохсассăн, манăн хута кам кĕрет? (Хĕр йĕрни). Ст. Дув. Çичĕ ютран сăмах илтсессĕн, манăн хута кĕрес çынсем çук. N. Вĕçем Мĕкĕте патне пынă та, ăна хăйсем хутне кĕме йăлăннă. С. Тим. † Шăпăр-шăпăр çумăр çăват, пире сăран кам парас? Çичĕ ют килне кайсассăн, пирĕн хута кам кĕрес? Ала 93. Пĕри те ăна хута кĕрекенни пулман. || Помогать, служить подспорьем. Баран. 98. Пайтах ĕçре тата ун хутне лаша кĕрет (помогает). КС. Улми лайăх пулсассăн, çăкăр хутне кĕрет (служит подспорьем). || Заменять что. Копăрля Янасал. Çирĕм чикĕм масмакне тоттăр хутне кĕрет поль терĕм (думала я). Баран. 100. Пахча çимĕçĕ çăкăр хутне кĕрет. Ядр. Çак сурпана ма турăм-ши? Ама хутне кĕрет пуль терĕм те, ама хутне кĕмен мĕн, хĕр ĕмĕрне иртернĕ мĕн. Баран. 119. Вăрманта тĕрлĕрен кăмпа, çырла ӳсет. Вĕсем пурте апат хутне кĕреççĕ.

хутлаштар

понуд. ф. от гл. хутлаш. СТИК. Çак хута хутлаштарса кĕнеке хушшине пуçтарса хур.

хутлăм

складка, слой. Стюх. Хутлăм-хутлăм шур кĕççе, хутлăмĕсем хуртланнă. || Шурăм-п. Çак аялти хутлăмра.

хутлăх

протяжение, расстояние, проежуток. Альш. Пĕр вунă-вунпилĕк çухрăм хутлăхĕ çулĕ ту килет ялан та. СПВВ. Х. Хутлăхăмăр инçе, çӳрейместпĕр, килекентен салам ярсамăр. Альш. Вăл ял хутлăхĕсем инçе-и? Ib. Кашапа Елшел хутлăхĕ улт-çичĕ çухрăм кăна. Юрк. Ах тантăшçăм Анна пур, иксĕмĕр хутлăх аякра. (Хĕр йĕрри). Лашм. Вĕтлĕх кăна хутлăх хурамалăх, çимĕç пиçес çĕрсем пур. || Место. N. Хутлăх = вырăн. Альш. Тăхăр ял чӳкĕ хутлăхĕ. || Этаж. N. Çӳлти хутлăх, аялти хутлăх. || Между. Альш. Вăрманпа Ескӳл хутлăхĕнче çаранлăх: хамăр ял айĕнчех — пирĕн, унтан лерелле Хирти Кушкăсен, Мертлĕ — сĕн. Между лесом и озером Ескул луга: под самой нашей деревней — наши, а дальше — принадлежащие Полевым Кошкам и Мертлям. N. Мĕншĕн хĕвел пăхмасть-ши? - Пĕлĕт кĕнĕ хутлăха. Мĕншĕн савни çырмасть-ши? — Тăшман кĕнĕ хутлăха. N. Килте хăвăр хутлăхра килĕштерсе пурăнмасан, çыру та ямастăп. || Среди, в. Альш. Сайра тепле мăкшă-вырăс пулать хутлăхра (т. е. среди пастухов, которые все из татар). Юрк. Çын хутлăхĕнче пурăнса ӳссе. Ib. Туйсенче мĕнте арçыннисем çумне, пиçиххи хутлăхне, апла-капла чухне, çынна хăратма саламат (нухайкка) çакнă. || Отношение. Буинск. Упăшкапа арăм хутлăхĕ, супружеские отношення. ЧП. Каям теттĕм савнине, тăшман кĕчĕ хутлăха. Изамб. Т. Ан кĕр, савни, хутлăха, эп выляймăп, тăшман пур. К.-Кушки. Пирĕн иксĕмĕр хутлăхăмăр (е: хушшăмăр) аванах мар çав. Дело в том, что между нами (двоими) не очень-то хорошие отношения. || В течение времени. N. Çак хутлăхра вăл никампа та калаçман. N. Анчах пĕр виç эрне хутлăхĕнче первый класра по-русскому языку вĕрентсеттĕм. Альш. Вăл-ку çинчен калаçкаласа тăратпăр аранçĕ, çав хутлăхранах класа пĕр хам пĕлекен уччиттĕл пычĕ кĕчĕ. || Случай; причина. Тайба-Т. Юрламастпăр юрра хутлăхран, эпир юрлатпăр эсир пирĕн чи савнă туслăхран. Альш. Çапла тек вĕренмен хутлăхран, килти çинчен калаçа-калаçа ирттеретпĕр вăхăта. Тайба-Т. Пĕлтĕр çухалнăччĕ кĕмĕл çĕрĕ, кăçал тупрăм ăна хутлăхран (случайно).

хут

ход. К.-Кушки. Савăта хута янă. Завод пустили в ход. Кан. Пирĕн копператтив çак кунсенче паровой армана хута ярать. Е. Орлова. Чон хота пуçларĕ ĕнтĕ. Начал поправляться (от болезни, а также в жизни).

хутăр йывăççи

хутăр йăвăççи, хутăр йăвăçĕ, мотовило, снаряд для наметки пряжи с веретена. СПВВ. МА. Хутăр йывăççи çине хутăр хутраççĕ. Н. Седяк. Хутăр йăвăçĕ, авăрланă çипе хутăраканни. N. Хутăр йăвăççи, чĕр çип çăмхалакан хатĕр. Тăрăшшĕ унăн пĕр хур та 2 ал тытăмĕ пулса. Çип хутăрнă чухне хутăр йăвăççи çинче 4 уйрăм хутлам пулса выртат. Çак 5 аршăнлине 4-шар пĕрчĕн шутласан 1 сум пулать. Çавна 30 сум илсен, пĕр ӳкем пулать. Кашни хутăрта 5-рен пуçласа 8—9 ӳкеме çитиччен пулать. Çинçе çиппе нумайтарах ӳкемлĕ, тачка çип пулсан, сахалтарах ӳкемлĕ тăваççĕ. Хутăр Йăвăççи вăрăмрах пулсан ӳкемре 20—25 сум анчах тăваççĕ. М. Николаева. Чтобы приготовить нитки для холста, их наматывают в мотки. Для ваматывавия употребляется особое приспособление, которое в нашей местности, т. е. в дер. Передние Яндоуши (Малти Антавăш), носит названне хутьăр йывăççи. Хутăр йывăççи — круглая палка, сантиметров 5 диаметром и аршина 2 длиною. На обоих концах этой палочки, на расстоянии приблизительно 1/2, вершка от конпа, вставлены поперечные палочки длиною в 1/2 аршина. Эти палочки вставляются перпендикулярно друг к другу и основной палке. На один конец одной из этих палочек перпендикулярно к этой палочке и основной палке вставляется другая маленькая палочка вершка 2—21/2. Когда наматывают нитки, этот конец держат вверх. При наматывании основную палочку держат левой рукой за середину, а правой руке, в которой находится нитка, подставляют то один, то другой конец хутăр йывăççн. Наматывают следующим образом: в левую руку берут конец нитки и прижимают к основной палке (или стержню). Правой рукой направляют нитку вверх к тому концу поперечной палки, в который вставлена маленькая палочка. Здесь кладут палку таким образом, чтобы она легла на поперечную палку и прошла между основным стержнем и самой маленькой палочкой „шалтан“ и спустилась „тултан“, т. е. так, чтобы я маленькая палочка оставалась на той же стороне от нитки, что и основной стержень. Дальше нитка направляется к другому концу хутăр йывăççи, кладется на конец поперечной палочки, потом опять отправляется к первому концу, задевается за второй конец поперечной палочки, направляется ко второму нижнему концу, задевается за 2-ой конец поперечной палочки и направляется к исходному пункту. Совершившая такое путешествие нитка назыв. пĕрчĕ. 4 пĕрчĕ образуют сăвăм; 25 или 30 сăвăм образуют вун. Количество ниток считается на том месте, где находится начало нитки или первый конец нитки, к которой специально для отделения одного вун от другой привязывается толстая, скрученная вдвое, нитка называемая „вунни“. Здесь же нужно сказать и относительно второй нитки. Вторая нитка совершает, конечно тот же путь, что и первая, но только там, где она проходит, около самой маленькой поперечной палочки кладется поперек первой нитки. С обоих сторон от первой нитки ее отделяет маленькая палочка. З-ья нитка в этом месте кладется, как и первая, 4-ая как 2-ая и т. д. В одной и той же местности длина хутăр йывăççи бывает приблизительно одинаковая, но в различных местах разная. Если у какой либо хозяйки хутăр йывăççи окажется меньше общепринятой, то она прибавляет количество сăвăм в вун. В таких случаях она доводит их до 30. Таким образом в вун бывает 25 или З0 сăвăм. Другого числа я не встречала. Количество вун в мотке зависит от толщины ниток. Чем тоньше нитка, тем больше количество вун в мотке. Иногда это количество доходит до 10—11 вун. Рассчитывают приблизительно таким образом, чтобы один моток (хутăр) ниток хватило на сӳрекке, т. е. на холст длиной приблизительно в 4 хур (8 локтей). Несколько по другому ведется счет ниток, когда снуют основу для холста. Там сăвăм составляют З нитки и 10 сăвăм составляют вун.

хутшăн

хотшăн, объединяться, совмещаться, быть вместе; соединяться, присоединиться. ЧК. Çак енĕпех пулса иртекен хулари ăмăртăва та хутшăнатпăр. Ib. Учительница хутшăнмасăр ялта пĕр пысăк, ĕç те пулса иртмест. Ib. Çав кун вăл çĕнĕ вăй хутшăннипе тата çамрăклăх таврăнса килнине туйса илнĕ. Сборн. по мед. Ун пек чухне час-часах çăвар тӳпи шăтса, çăвар сăмса шăтăкĕпе хутшăнать. || Прибавляться, прибывать. Абаш. Атăл шывĕ хотшăнать (прибывает). Орау. Çырмара шыв хутшăннă. N. Окари шыв 1 чалăш та 1 аршăн 4 верш. хутшăннă. N. уйăх хутшăнать. || Сообщаться. Собр. Пĕр шĕлепке айĕнче тăваттăн пĕр тăван хутшăннмасăр тăраççĕ. (Капан хумалли аслак) N. Эпĕр вĕсемпе хутшăнмастпăр, не имеем знакомства, несносимся. N. Хурăн йăвăççи хутшăнать, пирĕн хутшăнасси пĕтрĕ пуль. || Собр. Эпир çын çине хутшăниччен хамăр тăвансем те ют пулĕç.

хочахмат

(хоцахмат), общее назв. четырех селений. Шибач. Вомбу-к. Хочахматра чăпта çапаççĕ. Ib. Хочахмата çак ялсем кĕреççĕ: 1) Мокшино, 2) Сарпаккасси, З) Пикшик, 4) Çатра Хучахмат. Çак ял хошшисем пĕр-ик çохрăм анчах.

хочкала

то же, что хуçкала. Шибач. Ашшĕ çак хорăна хочкаласа мочала паках турĕ.

Хушамат

фамилия, прозвище. Юрк. Хушамачĕ унăн Леменков ятлă. Пис. Çак юрра юрланă чух, кашни ик йĕркине пĕтермессерен, юррăн хушаматне хушса (припев) юрлаççĕ. Альш. Çавăнпа ăна Пылчăк ятлă хушамат кăларнă. Торп-к. Хушаматсем, насмешливые прибаутки к именам.

хушă

промежуток, расстояние. Юрк. † Улăх хушши ултă çухрăм, çĕлĕк ӳксе юлайрĕ. Бес. чув. З. Ял варринче икĕ мечет ларса тăнă, хушшисем инçех те мар. N. Кашни йывăçа хушшине пĕрер хăлаç хăварса лартрăм. Ала 54. Çул çинче ял хушшисем инçе, е вунă çухрăм, е вунпилĕк çухрăм. ЧП. Пирĕн хушшăмăрсем пит инçе. N. Хушша пĕрер хунар хăварса... Тим. † Çĕр чăтайми пӳрт ларттартăм, хушшинчен кĕрилтса кастартăм. Регули 102. Воннă çохрăм хошшинче (тăххăр çохрăм иртсен воннă çохрăм шăнче) номай йăвăç касса пĕтернĕ. || Разница. Нюш-к. Пирĕн иксĕмĕрĕн хушшăмăрта асли-кĕçĕнни виç çул та çук пуль. || Альш. Кӳршĕ-аршă хушшинчен кӳл пек сăра турăмăр. || N. Пирĕн хурăнташ, е тăван пиртен инçе пурăнсан, эпир пĕр-пĕринпе хушшăмăра çыру çыратпăр. ЧП. Пирĕн хушма (= хушăмăра) кĕрен тăшмансем. N. Хампа сирĕн хушшăмăра, сирĕнпе хам хушша. || В расчете. В. Олг. Иккĕн хошă татăлса. Ib. Хошă-хопă татăлса. || То место, где соединены два предмета вместе. СТИК. Сĕтел çинче икĕ хăма хушши расах йĕр выртать. Изамб. Т. Китăн шăлĕсем шултăра, усен пĕр-пĕрин хушши пур. Яргуньк. Çав пушмак хушшинчи кĕрпе пăрчи тухса выртса мăн хурчка пулса алтана тапса вĕлерчĕ, тет. || А.-п. й. 56. Йăви пĕр юплĕ йăвăç урлă вăшт сиксе каçса кайрĕ. Кашкăрĕ, пысăк пирки, йăвăç хушшинех хĕсĕнсе юлчĕ. Актай. Кайăк пĕр юман хушшипе йăлт! сиксе каçса кайрĕ тет. || Ыраш 4. Утса пыратăп çак хушăпа хайхи кĕççе пек çемçе çерем тăрăх. Сылтăм йĕнче хайхи пĕве çитнĕ ыраш. Сулахай енче симĕсрех сĕлĕ. || Сам. 67. Лаши чупрĕ юртăпа малти хушшалла. || Промежуток времени. ЧП. Эрне те хушши çичĕ кун. Баран. 140. Хĕллехи сивĕ иртсе сасартăках çула пулса тăмасть: ик хушăра çуркунне пулать. Юрк. Çак эрненĕн хушши çичĕ кун. СЧЧ. Çуркунне мункун хушшинче вилчĕ (на пасхальной неделе). Лашм. Пĕрне-пĕри, тантăш, хытă ан кала, уйрăлас хушшăмăрсам инçе мар. Г. А. Отрыв. † Калаçас хушăсем, ай, сайралчĕç, уйăрлас хушăсем çывхарчĕç. Регули 59. Çӳремелли хошăра коленех çӳресе. А.-п. и. З6. Çав хушăра тилĕ вăшт! тухса сирпĕнчĕ шăтăкран. Ib. 36. Çав вăхăтра эпĕ тухса тарăп та, вĕсем сана пăрахса ман хыççăн чупĕç. Вăл хушăра эс те вĕçсе кайăн,— тет. Ib. 39. Кайăк хыççăн чупса хăшкăлнă хушăра Çахарăв пичкери кăвасĕ веçех юхса тухрĕ. О сохр. здор. Çавăн пек тислĕке нумай хушă тăкмасăр тăрса килте çĕртни хамăр сывлăхах пит усал. Актай. Пĕрре куккăшĕсем пурте пускиле тухса кайрĕç, тет. Çав хушăра (в это время) çавсам петне виç вăрă пычĕç, тет. N. Çав хушăрах, в то же самое время. Шурăм-п. 20. Хушăран-хушăран (время от времени) пуплекелеççĕ (перекидываются отдельными замечаниями). N. Вăл çук çынсене хушăран хушă (по временам) укçса та валеçнĕ. N. Пирĕн кунта пĕр хушăра вăрçă чарнать, тесе пуплерĕç. Регули 123. Апат çияс хошăра онта кайса килет. Ib. 1190. Апат çинă хошăра каларĕ. Ib. 181. Эпир апат çинă хошăра вăлсам ут кӳлчĕç. Ib. 124. Апат çияс хошăран туса илет. N. Эс вăлсампа халапланса тăнă хошăра эп чай ĕçсе тохрăм. О сохр. здор. Ĕçленĕ е çӳренĕ хушшинче тарланă пулсан, çири тумтире хывса пĕр кĕпе вĕççĕн анчах тăма хăрушă вара. Дик. Леб 46. Тата тен санăн хăш чухне пур енчен те чаплă пурăннă хушăранах ĕлĕкхи хăвăн пурăнăçна та астуса илессӳ килĕ. Панклеи. Старик кайăксам ларнă хошăра (пока) холян веçернчĕ те (высвободился), анчĕ йоман котне (слез с дуба). Регули 180. Çомăр çунă хошăра эпĕр йывăç айĕнче тăтăмăр. N. Эпĕр вăрмана кайнă хошăра эсĕ тохса карăн. N. Килтех пурăнатчĕ пулас пĕр хушă, некоторое время, кажется, дома же жил. || Период. Сл. Кузьм. 76. Анчах вăл та пĕр хушă тем чирлĕ çын пек çӳрет. N. Пĕр хушă иртсессĕн. N. Пĕр хушши. Кан. Кăшт вĕреннĕ хушăрах лайăх çырма вĕренчĕç. Чт. по пчел. № 17. Çу каçа вĕрентнĕ хушăран тата пĕрер уйăх вĕрентет. Орау. Иртнĕ çура ĕç çинерех (около страды) пĕр хушă çăмăр пит хытă çурĕ. || В течение. N. Виç сехет хушши кĕнеке вулас пулать. N. Темиçе кун хушши. Кан. 1919. Акă ĕнтĕ хура халăх хăй пурăнăçне юсама тытăнни икĕ çул çитрĕ, икĕ çул хушши хура халăха хăй пурăнăçне юсама пуршуаçи картласа тăчĕ. N. Çын тавлăк хушшинче пĕтĕмпех сывалса çитнĕ. М. Сунчел. Çав çыннăн пĕр эрне хушшинче икĕ ывăлĕ вилчĕ. N. Кĕсре хăмласанах ăна пĕр эрне хушши ĕçлеттерме юрамасть. И. Тукт. Ун пуçĕнче хăйĕн кĕске хĕр ĕмĕрĕ хушшинче пулса иртнĕ ĕçсем пĕтĕмпех вĕçленсе çитрĕç, тусанлă çул кăна çаплах вĕçленмест. Капк. Нумай çул хушши Сахрун хуçа патĕнче тарçăра муталанса пурăннă. N. Çулталăк хушшинче вăл çĕр тавра вуникĕ хут çаврăнать. О сохр. здор. Çапла (таким образом) пӳрте пĕр виç кун хушши уçă тăратас пулать. N. Çулталăк хушши ĕçлесе пурăнсан, эпĕ тата урăх чирпе чирлерĕм. Янорс. Çав çуртсене пĕр вунпилĕк минут хушшинче вут çавăрса илчĕ. Кан. Ултă уйăх хушши чирлисем пурĕ 6589 кун выртнă. || Между, меж, иногда переводится как предлог в, а также к. НР. † Икĕ юман хушшинче. Между двумя дубами. ГФФ. † Çич çул юппи хушшинче çич çул выртнă юр куртăм. Между (этих) семи дорог я увидел снег, лежавший семь годов. ГФФ. † Шăл хошшинчех осраттăмччĕ. Берег я ее (песню), хранил меж зубов. ГФФ. † Шăнкăр-шăнкăр шыв йохать хомăшпа хăях хошшипе. Вода бежит и журчит меж осоки и камыша. НР. † Ыраш хăмăч, хушшинче... В ржаном жнивье... ГФФ. † Пирĕн ĕмĕр иртсе кать шохăшпа хойăх хошшипе. (Ĕлĕкхи юрă). Весь век наш проходит в думах и заботах. (Из старинной песни). А.-п. й. 39. Пытанса вырт тĕм хушшине,— тет улатакка. Ib. 62. Эй, паттăр юман, хăвăн ăшă туратусем хушшине çуркуннеччен куртсем,— тет. Юрк. Йăмра хушшине юр лартсан, çула пыл пулат. Янш.-Норв. Йăвăç юппи хушшине юр ларнă. В. Олг. Лаç хошшинче, между лачугою и амбаром. А.-п. й. 16. Ак пырать хайхискер лăпсăркка юмансем хушшипе. И. Тукт. † Хура шăрçа хушшине те йĕпкĕн мерчен ан тирĕр. Альш. Етремен хушшинче çуркунне пĕтĕмпе шыв юхать. Ачач 109. Чупсан-чупсан, пĕчĕк вар хушшинче тата тепĕр икĕ ачана хăваласа çитнĕ. Ib. 36. Ирхине вĕсене, е уроксем хушшинче тултан класалла аран-аран кĕртетĕр. Чт. по пчел. № 17. Вăйпа ĕçленĕ хушăран пуçпа та ĕçлесен... Регули 1152. Çынсам хошшипе чопса кайрĕ. Ib. 1153. Ик йăвăç хошшине çакрăм. Ib. 1469. Ир те каç анчах çырать; аттипеле ман хошăра ларчĕ. Ib. 1046. Иксĕмĕр хошăра ойрăпăр. Юрк. Хамăр хушшăмăрта калаçса ĕçе пĕтерме пулат (сладиться). Сред. Юм. Тем сăмах хошшине тăрса йолчĕ. (Каламалла сăмаха сăмахланă чохне калама астумасан çапла калаççĕ). Б. Илгыши. Мучи, мучи, мулаххай, мĕн мулаххай сулахай, пришёл патне вир патне, çерки патне сӳс патне, ула качака хушшипа, кама юратан, Микула? Регули 1154. Вотă хошшинче топрĕ. Ib. 1096. Сăхман хошшинчен (хутĕнчен) топрăм. N. Чакак, чакак, чакаклать çичĕ хула хушшинче. Ачач 19. Шахрасатă, пин те пĕр каç хушшинче тĕрлĕ илемлĕ юмахсем каласа, усал патша кăмăлне çавăрнă пулать. Регули 1191. Апат çинă хошша çитрĕм. || Регули 1372. Пирĕн хошшарах хор. || В середине. N. Çавăнтан кайран анаталла аннă чух питĕ хăраттăм: е ачисенчен малтан анаттăм, е хушшинче анаттăм, || Среди. N. Çав хушăра хăшĕ çыру пĕлсе, çав хушăрах тата çыру пĕлменнисем те пур. НР. † Ул-тантăшсем хушшинче... Среди парней-сверстников. || Промеж. Образцы. † Ылттăн кăвакал çуначĕ хушшинчен кăвак пĕлĕт курăнать. || По. А.-п. й. 15. Ак пырать хайхискер чăтлăх вăрман хушшипе. || За. N. Сахар сĕтел хушшинче çаплах юрă юрласа ларать. Захар, сидя за столом, распевает песни. Юрк. Пурте кĕрсе, тĕпелелде иртсе, сĕтел хушшинелле кĕрсе ларăр (гостям). В. Олг. Кăмака хошшинче, за печкою. || Иногда не переводится. НР. † Орам хушши такăр мар. Улица не гладкая. ГФФ. † Орам хушшинчи йомрийĕ, кайăксем тăрса кайсассăн, йомри йолать хомханса. Когда с ветлы, растущей на улице, улетят птички, тогда она так и заколышется. Альш. Шари-шари кăшкăраççĕ, урам хушшине ян çураççĕ. Собр. Çĕнĕ ял урам хушшине кĕленче сарса тухнă-ĕçке.

хушпу

хошпу, женское головное украшение. Б. Олг. Кисессĕн (в доме жениха), каччин амăшĕ орайне пăрахрĕ тенкĕлĕ хошпу: вот сана, кин, тет, çак çутти çине посса кĕр, тет. N. Хушпу представляет из себя полотно в 5 четвертей, сшитое по форме, надевают на голову, и по спине тянется почти до колен, а форма постепенно суживается книзу. Хушпу обвешан бусами, бусовидными кружочками овальной формы. Хушпу надевался на голову с заостренным концом кверху. Хушпу носят на свадьбе. Шорк. Хошпу делается из кожи, на нее сплошь пришиваются монеты в виде рыбьей чешуи, вверху бывают самые мелкие монеты, ниже идут монеты покрупнее, в самом нижнем ряду уже двугривенные. Спереди на самом лбу ниже кожи висят три монеты, одна в середине больше, по обеим сторонам поменьше. По краям хошпу пришивают по несколько рядов мелких бус (шăрçа). Юрк. Хушпу. Ăна маткасем тăхăнаççĕ, кăшкар пек. Тогаево. Пирĕн пĕкки пĕкĕлле, пуян çын хĕрсен хушпуйĕ пек. Альш. Пуçăм тулли хушпăвăм пур, умăм тулли сăркам пур. N. Сакăр шăллă хушпу. N. Условия такие: матери невесты сшить шубу, невесте хушпу из 400 нухрат и денег, 1 пуд меду и подарки разным родственникам невесты. Нюш-к. Хушпу çинчен тăхăнаканни. Ст. Чек. Хушпу çумне çамкана тенкĕ çакаççĕ, икĕ ĕрет укçа, пĕр ĕрет вуншар пус, пĕр ĕрет палттиникшар хушпу хĕррине çакаççĕ, ытти нухрат. Бугульм. Инке хушпу çакнă чух нумай укçа пухрăн-и? Арзад 1908, 52. Вăл (старуха) хăй вилес умĕн ачисене хушпу тенки валеçсе панă. Ib. Селиме хушшинче миçе тенкĕ? Арçури. Хырçă-марçă памашкăн хушпу саклат паратпăр. N. Унтан вара икĕ енчен икĕ хушпулă арăмсем пĕркенчĕк айне кĕрсе ăс парса лараççĕ (невесте). N. Çиччĕн-çиччĕн килтĕмĕр, çичĕ ĕрет хушпуне сакçи шăлли турăмăр. СПВВ. ЕХ. Хушпу, арăмсен пуçне тăхăнаканни, укçаран тунă ĕскер. СПВВ. МЕ. Хушпу, ăна арăмсем тăхăнаççĕ. N. Хушпу тăхăнаççĕ сурпан çинчен. Ăна тăваççĕ: çичĕ рет нухрат çакаççĕ, пилĕк рет укçа çакаççĕ, хĕррине шăрçа тиреççĕ, çамка тăррине шăрçа çакаççĕ, хĕррине укçапа ярапа яраççĕ. Çамка çине укçапа ярапа яраççĕ; тăрĕнне вершка çурă çӳлĕрех тăваççĕ. Ăна чĕн мерченпе тăваççĕ, чи тăррине шăтăк хăвараççĕ. Хыçала хӳре тăваççĕ, ăна пĕр аршăн ытларах тăршăне тăваççĕ. Ăна хăмачăпа пир çине пусса тăваççĕ. Хĕррине шăрçапа пăчăра тытаççĕ. Ăна польский укçапа çакса тухаççĕ. Хыçала тăватă манит, çӳле хушпу çине кĕмĕл тенкĕлĕхсем çакаççĕ. Изамб. Т. Хĕрарăммисен пуçĕсенче хушпу. N. Ун хушпи йăри-тавра ярапа та çут шăрçа анчах. ЙФН. † Пуçăм тулли хушпум пур, уйăх карти (scr. тарты) пултăр-и? Ăвăм тулли çут кĕмĕл, уйăх çутти пултăр-и!

хӳре

(хӳрэ, х’ӳр’э), хвост. Оп. ис. ч. II. Тилĕ тус хӳри çине çиленет те, хӳрине çавăрăнса çыртма хытланса. Ку тилле анчăксем курах каяççĕ. Лисичка рассердилась на свой хвост и стала вертеться, стараясь его укусить. Вдруг лисицу увидали собаки. Альш. Хӳрине аялалла тăснă. Опустила хвост книзу (лисица, от усталости). А.-п. й. 14. Ăçта каян, мулкач тус? — тесе ыйтать йытă кĕске хӳрелĕ мулкачран. Ib. 6. Кушак, кутăн тăрса, хурине чӳрече витĕр кăларать те кăшкăрать. ГФФ. † Торти толли тор лаши те, торти-çони çол майлă та, çилхи-хӳри çил майлă та. Гнедая лошадка сыта и красива, сани и оглобли по дорожке, грива и хвостик — по ветру. А.-п. й. 89. Çак сăмаха каласан, ĕне хӳрине илсе, утрĕ ерипен килне. Ачач 59. Ăна хăваласа та тытмалла мар. Анчах пĕр-пĕр хӳри тăрса юлать юлатех. Çав хӳререн ярса тытсан, таракан тĕлĕке тинех тытса чаратăн. N. Йытă пек хӳрисене пĕç хушшине чикрĕç. Орау. Пулли хурине вылянтарать. N. Пĕр шăшийăн ик хӳре. (Çăпата). КВИ. Çеçен хирте ыр утăм пĕр пĕчченех, йĕвенсĕр, сиксе çӳрет выляса, хăй хӳрине тустарса. Добрый конь в зеленом поле без узды, один, по воле скачет весел и игрив, хвост по ветру распустив. ЧП. Хĕрлĕ хӳре ăшĕнче симĕс хӳре илемлĕ. К.-Кушки. Хĕрлĕ ĕне хӳрине çаран çинчен тупрăмăр. Букв. 1904. Çитрĕ, тет те, хӳрене вакка чиксе ларать, тет. Сред. Юм. Хӳри кĕске тесе пит вĕлтĕрке çӳрекен çынна, шанăçсăр çынна калаççĕ. См. хивре. || Зады. Изамб. Т. Унти çуртсем пурте пĕр енелле, малти çуртсем хӳринелле пăхса лараççĕ. Ib. Çур урамĕ (половина улицы) хӳрипе (задами) урамалла ларать. || N. Тата ман хӳри мĕн пуплет ман çинчен. || Руль, корма на баржах, пароходах, лодках. Сред. Юм., Кашкар., Çутт. 154. Хӳре тытса ларакан старик. N. Çил-тăвăл вăхăтĕнче аптăракан хӳресĕр карап евĕрлĕ. || Хвост ветряной мельницы. N. Арман хӳри. Сюндюк. Хӳре тыт, направить мельницу. Изамб. Т. Армана çиле хирĕç тăвас тесессĕн, хӳрине пăраççĕ. Якейк. Хӳре пуçĕнчен канатăн пĕр вĕçне çыхаççĕ, тепĕр вĕçне йопа патне илсе кайса, ăна онкă пак туса хуçлатса, çав онка ăричак чиксе йопа тавра çавраççĕ, вара хӳре, çавăрнă майĕпе, йопа патнелле пырать. Вăл йопа патне çавăрса çитсен, каната тепĕр йопа патне илеççĕ. || Назв. наряда. Чутеево. Хӳре делается из шерсти или шелка, прикрепляется к косе. СПВВ. КМ. Хӳре, ăна хĕрсем те, арăмсем те çакаççĕ. Хурамал. Чакак, чакак, чакаклать, симĕс хӳрине пăркалать, чипер инке, сарă инке, сарă хӳрине пăркалать. Цив. Çавра шапка хӳрине вуникĕ ярапа яртартăм. N. Хушпу çукки пурак тăхăвăр, хӳре вырăнне кăшман çакăр. (Такмак). Б. Олг. Тури ялта хĕр кортăм, илес терĕм, окçи çок, хӳри саккăр полчĕ. Торп-к. Вăрманта инкĕшĕ Пикенĕн хӳрине татса хурăн тăрне утрĕ, тет. Байгл. Хӳре пурри хӳре тăхăнăр, хӳре çукки кăшман çакăр. || N. Сĕреке хӳри. См. сĕреке. Изамб. Т. Лекнĕ пулăсем хӳринче пухăнса тăраççĕ. || О дожде. Череп. Хӳри кăна тиврĕ. Дождь задел (местность) только краем. || Юрк. Хӳри, кунçаланă çипе ĕçерсен, тытса тăрать. || Полоска хлеба на загоне, которую приходится жать отдельному жнецу. Якейк. Ай-ай Михалăн хӳре мĕн тăршшĕ чăсăлса йолнă. Ib. Он хӳри яланах валта пырать. Ib. Хӳре танаштарас тесе вырса алла касрăм. Ib. Вăл ик çын хӳрине (за двоих) вырса пырать. Ib. Йăван паян конĕпех хӳрере пыч. Ib. Вăл паян хӳререн тоха пĕлмерĕ.

хӳтер

(х’ӳдэр), поддерживать, покровительствовать, заслонять. N. Çак кирлĕ ĕçсене хӳтерсе пыма тăрăшнине чăваш ялĕсенче пуринчен ытла çамрăксем хушшинче курма пулать. || Шугать, гнать. Шурăм-п. Шăнасене хӳтерет. Ib. Пурте вăйĕсене пăрахса, выльăхсене хӳтерме пуçларĕç. Сунт. Тахçанах-мĕн сана шăпăрпа хӳтермелле пулнă. Хăр. Паль. 30. Пушăпа хӳтерсе пырать. Сунт. Тăшман хыççăн хӳтерсе, тен, вăрмантах пĕтмери? Ир. Сывл. 27. Ак хай сивве хӳтерсе хĕвел иртен ир тухать. N. Хӳтерсе яр, прогнать. Сред. Юм. Хӳтерсе кай-ха ôрайне, подмети пол.

хăямат

(хы̆jамат), конец света, преисподняя. Ск. и пред. чув. 20. Хăямат енчен-и тен, вĕçет килет текерлĕк. Мыслец. Хăямат тĕпне, провались в трисподню (бранное слово). Ст. Чек. Хăямат тĕпне кайса çӳрерĕнем! N. Çанталăкĕ хăямат пек сивĕ тăрать. Бур. Хура пĕлĕтсем тухаççĕ, çăва патĕнчен килеççĕ, хăямата каяççĕ. СПВВ. Х. Таçта хăяматра. Ст. Чек. Хăямата кайса çурерĕнем унта! Где ты у чорта шлялся. Ib. Хăямата кай маншăн, уру йĕрне ан курам. По мве хоть к чорту поди, лучше будет, если я не увижу твоих следов. Ib. Хăяматра çӳрерĕнем халччен! Ib. Атă тăхăнмаллаччĕ, хăямат (чорт возьми-то). Ib. Ку çын хăямăта кайса кĕчĕ (куда-то запропал). Орау. Так çыхланса хăяматпа. Так связался с дрянью. Ib. Мĕн хăямач тăван çав усалпа, вăрманта унтан пуçне йăвăç тупмастнам. Ib. Кам-ши вăл? — Такăш хăямачĕ ку! Чорт знает, кто это (идет). Ib. Темскер хăямат мăккăли ыраттарнă аякка кĕçĕр. Ib. Хăямат пĕлсе çитерет ăна. Ib. Лешĕ таçта хăямата тухса тарнă. Ib. Вутă хатĕрлеме Машавăша каяр, унта питĕ йӳнĕ, тет.— Хăямата вутту-качăку, вутăшăн унта çитех кайма. Ib. Мĕншĕн турттарса килтĕн ăна, хăямата, хăй пулсан, ӳксе вилсен, кай ывăнтăн, атя, лар тесе калас çук. Ib. Мĕн ху килĕнтех мăшкăлаттарса тăран ăна, хăямата (чорта, дурака, жулика и пр.), Ib. Хăямата тухса карĕ ĕнтĕ, кунĕпе ял тăрăх чупать, мур! N. Хăямата чупаттăрам! Куда к чорту побежали! Рак. Ачам-пăчам çимеллине çисе карĕ, таçтан килсе вăрăнчĕ хăямат. Якейк. Ку хотсам вĕçсе ан кайчăр, хăямат. Ib. Ах, хăямат, кормалла помар ăна! Ах, какая досада! N. Те кайса каларттарас ку шăла, хăямат. Хар. Паль. 38. Тĕттĕм хаяр пĕлĕт таçта хăяматах кайса кĕнĕ. Кан. Кам хăямачĕ ман Çĕççе мăкатрĕ? Капк. Пĕр кутамкка сăвăран, хăямата кайманскер пуçне, пĕри те пичете юрăхлă мар пулать вара!Кан. Хăямат, хай те ӳсĕр мĕн. N. Хăямат! Мĕн пур ĕçе пăсрăн! Изванк. Епле те пулсан ăсатса ярас пулĕ, хуть укçи-мĕнĕ хăямата, Микул карчăкне пуççапас пулать, вунпилĕк тенкĕ илсен те парасах. Хурамал. Кам кайса курнă унта! Хăямачĕ кайним! (Никто не ходил). Тюрл. Эй хăямат, эп она пĕлеймерĕм. Питушкин. Хăямата каймалласкер (каясскер)! (Брань). Ib. Ташта хăямат тĕпнех карĕ (исчез). Ib. Ташта хăяматра порăнать вăл, штан она топмалла! Изамб. Т. Хăямат (не знаю что) ĕçлесе тăрать, час тавăрăнмасть! Ib. Хăямат пĕлет эсир каланине? Ib. Тем хăямат пулчĕ çак ачана, йĕрет хăй. Ib. Çĕрле такам хăямачĕ килсе чӳречене шаккарĕ. Ib. Тепле хăяматла Василий салтакран юлчĕ. N. Хăяматăн-хăяматăн çӳресе. Орау. Пасарăн-хăяматăн (на базаре и в других местах) çӳресе ĕç юлса карĕ кăçал, мур! Ib. Ма килнĕ вăл? — Хăяматне килнĕ вăл! Чорт знает, зачем (не знаю)! КС. Пăшала çанта хунăччĕ те, тем хăяматне хăех тухса кайнă. Ib. Кăçал халăх тем хăяматне (почему-то) уличе карти тытмарĕ. Абаш. Ста хăяматне каян! Куда к чорту лезешь! Ib. Килмерĕ, хăяматне! (Чорт возьми!). Шурăм-п. Чăваш арăмĕ, хăямат, мишерле начар пĕлнĕ, тет.

хăймала

хăймалла, изобилие. Орау. Çак çĕнĕ çăкăр-тăвар çине çăкăр-тăварпа хăймаласа (о меде) лĕпĕр-лĕпĕр туса (жидкое) ĕçме-çиме пар, турă. (Из моленья). N. Хăймаласа пыл тытма, çӳпçелесе çу тытма пар. (Из моленья). Т. VI. 64. Хăймалла тытмалăх пар. Дай довольство, чтобы не стыдно было перед людьми. (Из моленья).

хăвала

гнать, пригнать, гнаться, преследовать. КВИ. Çӳрет тукмак (волк) кăнтăрла, çӳрет тукмак çĕрĕпе, пырса кĕрет ялалла, çын хăвалать йыттипе. С. Айб. Шур кăвакал чĕппи кӳлĕ урлă, х(ă)валаса каçасчĕ кӳл урлă. А.-п. й. 3. Хăвалама тытăнтăмăр. Ib. 39. Пуян Сахар кайăка хăваларĕ-хăваларĕ те, нимĕнсĕрех килне тавăрăнса кайрĕ. Ib. 31. Тытăнчĕç хайхисене ĕсĕрлентерсе хăваламашкăн. Ib. 31. Эх хăвалаççĕ, эх хăвалаççĕ, хыçалтан тусан кăна мăкăрланать. Ib. 34. Пуçланă хăвалама. Хăваласан-хăваласан, аякрах та мар пыракан тилĕ вăшт! анчах чăмать пĕр шăтăка. Ib. 36. Трашка ачисем, икĕ кайăка хăваласа, пĕр кайăк-сăрах килне таврăннă. Ib. 25. Темĕн-темĕн калать вăл, ăçтан хăваласа кăларăн ăна? — тесе калать тет вăл. Ib. 97. Хушрĕ улпут тарçине пĕр лашине тăварса хавалама çав çынна. Ib. 84. Иванĕ аран-аран сумккине хăваласа кĕртрĕ салтакĕсене. Никит. Çав хура пусăрах Сеппер кĕтӳç те, вăрăм чăпăркка тăсса, кĕтӳ хăваласа çӳрет. Иванова. Вара вĕсем мана хăвала пуçларĕç. N. Çил хăваласа çӳрет. Аттиково. Пĕр кĕркунне авăн çапнă вăхăтра, манăн пичче, уя лаша (лошадей) хăвалама кайсан, (т. е. ловить их, пригнать домой) пуç ыратать, тесе килчĕ. ЧС. Чирлĕ çын пулсан, чирне хăваласа кăларатпăр. Г. А. Отрыв. Кантур çурчĕ тума (Ассакассине) халăха пĕрене кӳме хăваланă (погнали). Орау. Эп килелле хăвалап (ухожу). N. Хăвала! Валяй! (т. е. иди). N. Вăл çын хыçĕнчен хытă чупса хăвала пуçланă (погнался). Утăм. Унта йыт çури тухса ман хыççăн хăваларĕ (преследовал меня).— Мана та унта йытă хăваларĕ. N. Ыттисем унăн сăмахне итлерĕç, тет те, тавай хайхи çынна хăвалама. Шинар-п. Унта ăна полицейскисем палланă та, хăвала пуçланă. N. Вăл çулпа пынă чухне ăна хирĕç икĕ кайăка çӳрекен çынсем кашкăр хăваласа пыраççĕ мĕн. || Охотиться. Хурамал. † Хура пусă такăр пулсан, кил хăвалар тилĕ юр çусан. || Шугать. Орау. Лашан хăй çине ларакан шăна-пăвансене хăвалама хӳре пур. ХЬ. Хăвала = хуйхат, шугать. Ib. Такăш хăваласа кайнă тийăн, ăрамра пĕр çын та çук. С.-Устье. Çак охотник çӳресен-çӳресен пĕр кайăк хăваласа ячĕ тет. || Собирать. Николаев. Вăйă хăвалама пĕр çын юлмичченех çак йĕркепе пырать. Чаду-к. Унта вăл упа курнă. Яла килнĕ те, халăх хăвала пуçланă. Çынсем вăрмана карĕç те, упана пирĕн яла хăваласа килчĕç. Сиктер. Каяс кун пĕр кун малтан теçетниксем пĕтĕм яла килĕрен пĕрер пашалу пĕçерме кĕлĕ тума каяссине пĕлтерсе хăвалаççĕ. || О землед. Чĕри юн хăвалать. || Юрк. Тытăнат урам тăрăх икĕ енĕпе те хăваласа пыма (пожар). || СТИК. Тьыха та çав ача пекех амăшнех хăвалат (= амăшне хурат). || Альш. Çулла ĕç çинчех вĕсене ашшĕ-амăшĕсем: пукрава илсе кайăпăр тесе, йăпата-йăпата ача пăхтараç, ăна-кăна ĕçлеттерĕç. Çавна халĕ хăвалаççĕ вĕсем: хăшне çĕнĕ çĕлĕк илмелле, хăшне çĕнĕ явлăк илмелле, хăшне атă, хăшне пушмак туянмалла. Учите детей. Кирек мĕнле çын та çамрăкранпа ашшĕ-амăшĕ килĕнче мĕне курса ӳсет, çавна юратать, çавна хăвалать.

хăватлă

крепкий, сильно действующий. Изамб. Т. Хăватлă эрех. Ib. Хăватлă лекĕртсу, сильно действующее лекарство. Ib. Çулçăллă тапак хăватлă. Ачач 10. Çутти кирлĕ мари? Хăватли?.. Хăватли! тесе, хăй патнелле чĕнсе илĕртнĕ пекех туйăнать (хупах). СТИК. Ай-ай ку пăрăç хăватлă (перец очень крепкий). Капк. Ай, пит хăватлă тапак туртан-çке эсĕ, Чуммин! Скотолеч. 17. Тапак шывĕ пит хăватлă, çавăнпа ăна сĕрсен лаша чăтаймасăр вилет. N. Ĕçкĕрсем хăватлă, куркăр пысăк, ан сĕнĕрсем, ураçăм тайăлать. || Могучий, сильный. КС. Тнеппăр шывĕ хăватлă шыв. Эсĕ хумусемпе тĕреклĕ тусене çĕмĕрнĕ. || Чудесный. Панклеи. Хăватлă корăк, чудодейственная (целебная) трава. Ал. цв. 8. Турĕ хуçа çак хăватлă ĕçрен, тĕлĕнмелле япаларан тĕлĕнсе...

хăлаçлă

саженный. N. Çак хăтанăн карташ варринче ултă хăлаçлă пӳрчĕ пур. N. Куна туртса кăларма вун хăлаçлă вĕрен кирлĕ. N. Вăл хапхаран кĕрсен вуник хăлаçлă пусси (колодец) пур. (Такмак). Пшкрт. Ĕлĕк унта пысăк вăрман полнă, хырăсам икшер-виçшер хăлаçлă полнă.

хăмăрăн

в непривлекательном виде. N. Çак вăхăтчен çаран шав хăмăрăн курăнса выртрĕ.

хăмпу

(хы̆мбу, хŏмбу), пузырь. Пшкрт. В. Олг. Хăмпу, пузырь животных. Яхать-ошкăнь. Хăмпу, пузырь. Тюрл. Пулă хăмпăвĕ. Сред. Юм. Хăмпу çиç-ке çак он та, мĕн мôхтанса çӳремелĕхех пôр-ши вара. (Говорят о человеке с небольшим достатком, который хочет жить на широкую ногу).

хăпарт

понуд. ф. от гл. хăпар; поднимать. N. Атисем анчĕç те, хăваласа хăпартрĕç. Шарбаш. Хăпартмалли-антармалли (для того, чтобы пустить меньше или больше). N. Хăпартса пыр. Сред. Юм. Калас тесе чĕлхене те хăпартап, тата çапах чарнса тăрап. Чтобы говорить иногда и язык поднимаю, но потом опять удерживаюсь. N. Кӳрĕшсен ĕнер кĕлет хăпартрĕç (поставили сруб на место), витмеллех турĕç. Пир. Ял. Пӳрте хăпартнă чухне аялти йĕркисене смалас пулать. || Поднимать дух. Ск. и пред. чув. З4. Пăхса тăракан яшсене пĕтĕм халран вăл ярать, чунĕсене хăпартса ташламашкăн хĕтĕртет. Алших. Хусан лавкки таварĕ çинçе çынна хăпартат. || Поднимать зябь. Баран. 109. Сухаласа хăпартса хăварнипе çум курăкин тымарĕсем, тырра тивекен хурт-кăпшанкăсем шăнса пĕтеççĕ. || Вздувать. Кама 16. Пит çăмартине сывлăшпа вĕрсе хăпартать те аллисемпе параппана çапнă пек çапать. Кн. для чт. 85. Вăл çара уран пынипе урине хăпартса кăларнă. Изамб. Т. Лашине çаптара-çаптара хăпартса кăларнă (до того, что остались следы). N. Урасене хăпартса кăлариччен çӳрерĕм (разбухли ноги). || О тесте. Ала 75. Хăпартнă хăпарту пек, ларма кайнă хĕр пек. (Çарăк). || О почках. N. Çуркунне кунсем ăшăтса килнипе, хĕлле хура сăнлă курăнакан йăвăçсем те хĕрлĕ сăнлă курăнса хăйсен кăчăксене хăпартма пуçлаççĕ. || Оторвать. N. Кунтан час-часах хăпартас çок мана. Тайба. Хĕрсен хыççăн çӳресе атă кĕлине хăпартрăм. Байгул. Ашшĕпеле амĕшĕнчен хăпартмаллах килтĕмĕр (невесту). || Срывать. N. Çак кĕнекене уçса унăн пичечĕсене хăпартма кам тивĕçлĕ? N. Вăл ку кĕнекене уçса, унăн пичетне хăпартма пултарать. || Отлеплять. Юрк. || Начислять, набавлять. Кан. 4О кратуслине илсе пырать те 22 пус хăпартса сутать. Шурăм-п. Илсе каяканĕ пĕр пус хăпартрĕ. || Повышать (расход). Н. Сунар. Соколов çапла хăпартса пĕр тăват-пилĕк кунта 150 тенке çитерчĕ, тет. || Преувеличивать. N. Вĕсем суйса сăмахсене хăпартса калаçса. || Баран. 84. Каснă салмана (лапшу) çăмартапа хăпартса сарă-çу ярса çиет. || Употребляется в сочетании со словом сехĕр. N. Сехĕре хăпартса пурăнаттăмăрччĕ. Жили в постоянном страхе.

хăпăл-хапăл

быстро, живо, поспешно, скоро. А.-п. й. 44. Вăл шăмма хăпăл-хапăл ярса илет. N. Эпир пиччесемпе хăпăл-хапăл пăртак япаласене йăткаларăмăр та, анкартинелле тартăмăр. Хорачка. Хăпăл-хапăл, проворно. А.-п. й. 70. Пӳрнеçке хăпăл-хапăл чуста ăшĕнчен чаваланса тухать те, ĕне хăлхи ăшне кĕрсе ларать. Хорачка. Хăпăл-хапăл илчĕ те карă. N. Çак çын хăпăл-хапăл ашакне тăварса пăрахрĕ. Слакбаш. Вăл хăпăл-хапăл пуçтарăнчĕ те, килне карĕ. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 18. Ĕçе пит час, хăпăл-хапăл анчах туса хурать. Янтик. Хăпăл-хапăл (поспешно) сăкманне тăхăнчĕ те, таçта тухса кайрĕ. N. Хăй хăпăл-хапăл çавине илме киле карĕ.

хăр-хар

подр. рычанию. СТИК. Йытăсем хирĕç пулсанах сичас хăр-хар! туса илеççĕ. КС. Йытă хăр-хар тăвать, харкашать. КАЯ. Карта патне çитерехпе, пирĕн хыçра тем хăр-хар тени илтĕнч. (Это была бешеная собака). Сред. Юм. Тепле ачапчасĕм çак кô пирн ачасĕм, ним мар япалашĕнех хăр-хар çиç туса лараççĕ (ругаются). Ib. Ачисем йытă пик пĕр-пĕрне хăр-хар çиç туса лараççĕ.

хăрăк хывни

назв. обряда. Череп. Чăваш йăли тăрăх хăрăк хываççĕ шăрт-шарт сиксе вăраннăран. Вăл шăрт-шарт сиксе вăранакана калаççĕ, вăл питĕ хытă хăранă, ăна хăрăк хывас пулать, тесе. Вăл хăрăка хывас пулсан, амăшĕ хывас пулмасть. Хăрăк хывнă чух пӳртрен никама та кăлармаççĕ. Хăрăк хывнă тĕле çын кĕрсен, çав çынран хăранă теççĕ. Хăрăк хывма тытăнсан илеççĕ шывлă чашкă, пилĕк-улт хăйă. Пĕр хăййи çине хураççĕ шурă тăхлан, айĕнчен вут тивертсе хăйă тытаççĕ. Унтан сăмахне кала пуçлать. Çичĕ тинĕс урлă Ашапатман карчăк килет тет, вăл вĕрет тет, сурать тет, çак ачана (ятне калать) хăрăк хывать тет. Тух, хăрăк, тух, хăрăк! Путек макăрнинчен хăранă пулсан, йытă вĕрнинчен, автан авăтнинчен, аннӳ, аçу кăшкăрнинчен, ют çын кăшкăрнинчен хăранă пулсан та, тух, хăрăк, тух, хăрăк! Тьфу, тьфу, тьфу! Тăхлан ирĕлсе çитсен, шывлă чашкă çине пăрахать. Чашкă çинчен илет те, çавăркаласа пăхать те, калат: халĕ хăрăк хывни тухман, автан кĕлетки ӳкмен. Татах çав сăмахсене калать. Татах ирĕлсе çитсен шыва пăрахать. Ĕнтĕ автан кĕлетки ӳкрĕ, хăрăк хывни сипе килĕ. Шывне вара амăшнех саптарать çын ури тивмен çĕре. Хăрăк хывнăшăн ачи тăрăшшĕ пир ыйтать. Унтан хăй тăрăшшĕ пир параççĕ. (Сообщила Раиса Волкова).

хăра

бояться, пугаться, страшиться. Якейк. А! хăрарăн-и? Ага! испугался? ГФФ. † Çак çырма орлă каçмăттăм та, çĕлентенех хăратăп. Эп çĕлентен хăрамастăп та, Петĕртенех хăратăп. Не перешел бы я через этот овраг, да боюсь змеи. Собственно, змеи-то я не боюсь, а боюсь Петра. ГФФ. † Хора калпакран хăраса ăсторовă тумасăр ан иртĕр. Не пугайтесь черной шапки, не проходите мимо, не поздоровавшись. А.-п. й. 7. Кушакран хăраса упи йăваç тăрне улăхса ларнă. Ib. 19. Никам килесрен те хăрамасть пăшаллă этем. Ib. 24. Кăмака çине тахăшĕ улăхса выртнă та, пӳрте кĕме хăратăп, тесе калать, тет, кайăкĕ. Ib. 41. Юрĕ, тилĕ тус, хăрасах килет пулсан, атя хам хыççăн,— тет ула-такка. Ib. 42. Эсир мĕнле килтĕр: хăраса-и хăрамасăр-и? — тет. N. Вăт ухмахсем, кăшт шăхăрсанах хăраса ӳкеççĕ (сильно пугаются). А.-п. й. 59. Санран хам та хăратăп та, ачам пушшех хăраса кайĕ,— тет пукани. Ib. 90. Юрĕ. Ĕçрен хăрамăп. N. Мулкачи курсан хăраса кайса тарса кĕчĕ вăрмана. N. Çуннине çисен упаран хăрамасть, тет. Хора-к. Хăрама вĕреннĕ йытă виç кон малтан вĕрнĕ, тет. Регули 834. Вăл çавăнпа хăрарĕ, тĕттĕм полнăран. Ib. З. Эп хăратăп калама. Ib. 684. Хăрамалли вăрман çок конта. Ib. 685. Хăрамалли çын çок конта пирĕн. Ib. 705. Вăл çынтан хăрамăлла. Ib. 1404. Вăл питĕ хытă хăраса чĕтĕресе тăчĕ. N. Манăн халăхран хăрамалăх çук мĕн, тесе шухăшла пуçланă. N. Çапла вăл хăрамасăр-тумасăр пурăннă. Юрк. Килте хăраса-туса ан тăрăр. Ала 94°. Хайхи арăм тата ыйтнă вĕсенчен: „Апла хăрассăр пур, мĕншĕн тата ачăр çинчен кĕпине-йĕмне те хывса илтĕр“,— тенĕ. Сбор. по мед. Унтан хăрасах та хăрамалла çав. Шурăм-п. Мĕскĕн Иванĕ çĕрĕк шалт хăраса пĕтнĕ. СПВВ. Хăрас-тăвас пулсан. Кан. Малтан лашапа каçма та хăрамаллаччĕ. Прежде и ездить (по мосту) было опасно. Ib. Халĕ каçса çӳреме хăрамалли çук. Ib. Хам тытса усрама хăрарах патăм-çке. Ib. Пĕр çынсем çеç вĕсен пӳрчĕ ларнă вырăнтан хăра-хăра иртеççĕ. N. Чун пит хăратчĕ, тет, ТХКА 113. Йысна, эс ишме пĕлен, сан хăрас çук. Ib. 114. Атăл, Çавал, Кĕтне, Сĕве шывĕ пулсан, шыва кĕме хăрас çук. N. Хăраса тăманçи пулĕ ву. Курм. Хăра-хăрах эпĕ хут вĕренме карăм. Ачач 22. Пысăклансан мĕн пулĕ... Аçунтанах хăрамăпăр ун чух. Ib. 109. Ун майăн вара Санккапала тепĕр хĕрача та вилес пек хăраса янă. Шорк. Вал мана тем те пĕр каласа пĕтерчĕ те тухса карĕ, эпĕ хăра юлтăм, нимĕн тума та пĕлместĕп. Насказал он всякой всячины и ушел, я же пришел в ужас и ничего не могу предпринять, ничего не успел спросить (недоумение, растерянность по поводу неожиданности). Оп. ис. ч. II. Вăл, çынсем килеççĕ тенине илтсессĕн, хăра юлнă. Когда он услыхал о том, что идут люди, на него нашел страх. N. † Çак поçнелле ухаплă, эпир ухапран хăрас çук. Собр. † Туратлă йăвăç касас, терĕм, иртессинчен хăрарăм. Капк. Мĕнле ача пулать вăл, хăрама пĕлмест.

хăртăк-хартăк

плохо сработанные деревянные вещи. СТИК. Мĕн çак хăртăк-хартăксене пурте тултаран! || Старый, ветхий. Сред. Юм. Хăртăк-хартăк аттипе аптăранă паян, пĕрмай сотас тесе çĕклесе çӳрет. Ib. Пĕр хăртăк-хартăк кив атă вилли тăхăнса янă.

хăçан та хăçан

когда только. Ой-к. Хăçан та хăçан çак тутăртан йон томласа ана пуçлĕ, вара ман лашана витерен кăларса ярăр, тет. Ст. Ганьк. Ылтăн çăмартана хăçан та хăçан çĕлен сăхĕ...

хăт

красота. Ядр. Хăт = нĕр. Кильд. Пуçăм çинче сарă тутăр, пуçăм хăтне вăл кӳрет. Шурăм-п. Урам хăчĕ килчĕ. Халĕ ĕнтĕ выльăх та, çын та урамра пур. На улице нет прежней пустоты. Сред. Юм. Ху хăтна ху ярса çӳрен çав, темĕнскерле тôмтир тăхăнса. Могонин. Хăт мĕн-ши вăл? Ак мĕн вăл. Если арлă-арăмлă çын лайăх пурнать-тĕк, хăтлă пурнать теççĕ. Если арĕм вилет, упăшки юлать, вара вăл пӳртре хăт çук теççĕ. Мĕншĕн-ха вăл? Мĕншĕн тесен вăл пӳртре тискер пурăнма, лайăх мар, çакна калаççĕ хăт тесе. Якейк., Хора-к. † Пĕр хораскер-лотраскер, çак ял хăтне ярнăскер, пирн ял хăтне кӳрес çок. В. Олг. Эпĕр тоя каймасан, тойă хачĕ килес çок. Ой-к. Уя тухсан уй хăтне пар, анкартне кĕрсен анкарти хăтне пар, киле кĕрсен кил хăтне пар. Пшкрт. † Кирех те пӳрчĕ пысăк пултăр, ултантăш çук-тăк, хăчĕ çук.

хăтла

(хы̆тлы̆), красивый. В. Олг. Хăтлă пӳрт. Ладная изба. Хорачка. Ай-ай хăтлă (= хӳхĕм) пӳрт. Слакбаш. Çак çурт хăтлă пултăр! Сред. Юм. Çĕн çôл хăтлă пôлтăр! — Эс калаш пик пôлтăр. СПВВ. МС. Туйĕ хăтлă пултăр теççĕ, туйĕ йышлă пултăр тени пулать. Панклеи. Молкачă опа шăтăкĕ тĕлне çиттĕр те: „Опа мочи! шилăк хăтлă полтăр! — тет. (Ранее сказано: опа мочи ульне алантарать). Н. Якушк. Хăтлă сурпан курчĕç те, ăçта хутăр тухьяна? Мейĕр, мейĕр хушпăвăра, кӳрĕр, кӳрĕр тухьяна || Счастливо, благополучно.

хăш

иной, который, какой, некоторый. Орау. Хăш çын темскерле тискер, сивĕ, кăмăла кайман çын пулать. N. Хăш çыншăн чĕлхи çуралнă чухнех çăварĕ тĕпне çыпçăнса тăрать. Ст. Янсит. Хăш шкула та пулин хута вĕренме каймалла. Регули 781. Хăш çын çак япалана турĕ, çав çын конта порăнмасть. Ib. 789. Эп хăш ялта порнатăп, онта чăвашсам та пор. Регули 961. Хăш çĕрте пор, хăш çĕрте çок. Рекеев. Эсĕ хăш енчи? Ты чей будешь? Çутт. 36. Хăш йышши кайăксем шăнасемпе хурт-кăпшанкăсене çисе анчах пурăнаççĕ. Кан. Кĕнекене хăш май тытмаллине пĕлмест вĕт.

Хăш-хăш

некоторый, иной. N. Хăш-хăшсем пыраççĕ (годны). Регули 999. Хăш-хăш çын шокшлать, кирлĕ мар полĕ тесе. Якейк. Хăш-хăш хĕлте çак çырма шăнмасть. Виçĕ пус. 15. Эпир кунта хăш-хăшсен çинчен анчах каласа кăтартăпăр. Вишн. 62. Хăш-хăш сымар çын тата пĕлми выртнă чухне нихçан та çиме ыйтмасть, унăн ун чухне çапах апат çиес пулать.

хăшкăлтат

тяжело дышать. КС. Кăккăрсăр çын хăшкăлтатса (хăш-хăш тусă) сывлать. Ир. сывл. 39. Сĕм те вăрманçăм, ыйăх паманшăн, хăшти-хашкăл хăшкăлтатрĕ. А.-п. й. 39. Çак вăхăтра упапала кашкăр хăшкăлтатса çитрĕç те, упи ку такасене йăвăç тăрринчен мĕнле майпа антарас тесе, юмăç пăхма ларчĕ.

курка

корка (-га), ковш. N. Шывне ĕçесси килнĕ унăн, шывĕн курки тĕпелте сак çинче ларнă. БАБ. Хуçа янă ятлă курка! çитни пур, çитменни пур — çак курка çитертĕр. Пĕлни пур, пĕлменни пур — çак курка пĕлтертĕр. (Из молитвы в „чӳклеме"). Сред. Юм. Кил хуçи ĕçкĕре еретпе ĕçтерсе пынă чохне, кăшне (=хăшне) те полин, корка памасăр, сиктерсе хăварсан, çав кил хуçин сиен (несчастье) полать, тет. Ib. Ĕçкĕре еретпе ĕçтерсе пынă чохне кăшне те полса астумасăр ĕçтермесĕр хăварсан, çав ĕçмесĕр йолнă çын пит çиленет. Ib. Коркипе пар та, аврипе тĕрт! (Ĕçкĕ-çикĕре ĕçтерессе ĕçтереп те, сăмахпа намăслантарап тени). ПВЧ. 99. Яр коркине йĕркерен! Подноси по порядку. || Чайная чашка (а блюдечко — чашкă). К.-Кушки. Пухтел. Курка — чайная чашка („стаккан" — стакан). Образцы 99. Курка лартса, сахăр тытни, шур явлăкли — пирĕн вăл. Хурамал. Пĕр курка чей, чашка чаю. ЧП. Шур чей куркипелен шыв ĕçрĕм. Янш-Норв. † Стаккан курка, ылттăн тĕп, ĕçмесĕрех курăнинччĕ. || Сыпка (на мельнице). Мочеи. Якейк. Коркая пĕрнерен тырă йохать; коркаран тырă чола анать. Ib. Корка хăпартмалли кантра. Пĕчĕкреххĕн авăртас полсан, хăпартаççĕ; пусăкраххăн авăртас полсан, антараççĕ. Качал. Курка — ковшик под „пĕрне". Ib. Курка кантри, патакки (на мельнице). Чутеево. Курка (висит под ящиком, на мельнице). См. ешчĕк. Ходар., Торх. Курка — ковш, из которого сыплется жито. Мочеи. Курка пăяв(ĕ) — веревка, управляющая сыпкой (на мельнице).

куркути

(кургуδиы), назв. растения. ЧП. Рак., Кайсар. №№ 52, 53. Хĕрлĕути, куркути (то и другое растение) çаранта ӳсет. Ĕлĕк чăваш арăмĕсем çипписене хĕрлĕ çак курăксемпе тунă. N. Хĕрлĕ-ути сăрт çинче олăхра полать, куркути полать хырлăхра. Çавна йӳçĕтеççĕ, çавăншăн вара шыраççĕ она. Она пит тор-папай йоратмас, шăрш аван мар. Акса пĕтереççĕ, тирĕс тăкса пĕтереççĕ, вара старастасем шыраççĕ она. Камра топсан, строго судить тăвăпăр, теççĕ. См. курăк ути.

куршанк

(куржаҥк), репейник. КС || В перен. см. ребенке). Орау. Çак куршанк ĕçĕрнсен, пыратăп.

кускала

коскала, учащ. ф. от гл. кус, кос. Пшкрт. Мĕн коскалан? Что ты бегаешь? N. Начар çын нимĕн тума пĕлмест, кускаласа çӳрет анчах (забегался). Ст. Айб. Пĕчĕккĕç кинĕм пур, алăкăн-тĕпелĕн кускалать. (Шăппăр). Сенчук. Икĕ кинĕ пăхса тăраççĕ, хуньамăшĕ кускала (= чупкала) çӳрет. (Алăк янаххисемпе алăк). Ст. Айб. † Кинĕмĕр те чипер çавă пур, парни-сарки çитмесен, çӳпçи тавра кускалать, ик пĕççине шарт çапать. Ядр. Кăлтрик-кăлтрик (вар. кăвак-кăвак) кăвакарçăн, ик çунатне шарт! çапать. Шемшер. † Кулук-кулук (вар. кулик-кулик) кăвакарчăн, шушлăх (вар. шуçлăх) тăрăх кускалать Бр. п. водку 14. Йытă пек кускалама, те (разве) сирĕн тарçă эпĕ? || Вертеться (вокруг чего). ПВЧ. 86 Хуньăм хĕрĕ, ай, хура хĕр, хуран тавра кускалать. Ib. 108. Çак ял хĕрĕ (девицы) коскалать пирĕн арăм поласшăн.

кустар

костар (-тар), понуд. ф. от гл. кус, кос, катить, катать, скатить, скатывать; покатить; прикатить; пускать вскачь. N. Урай тăрăх пĕр ывçă пăрçа кустарса ятăм. Альш. † Сар ачанăн карттусне кукăр-макăр кустартăм. Богдашк. † Кĕленче çăмарта кустартăм, Чулхулана çитертĕм (докатила). || Орау. Таканапа пăрçа кустартăмăр та, пăрçа ăшалаççĕ-ха халь (жарят). Юрк. Çăкăр пĕçернĕ хыççăн пысăк кăмакана паранкăсем кустараççĕ (бросают). Пиçсен, ăна тăвар сапса çăкăрпа çиеççĕ. || Юрк. Çуртăри чустине сĕтел çине хурса сараççĕ, йĕтĕрпе кустарса (катая, рассучивая) çӳп-çӳхе тăваççĕ. N. Йĕтĕрпе тăла кустараççĕ (катают). N. çăмха кустар. Беляева. Ут (у др. утă) кустар (скатывают сено в валы). N. Урапине кустарсан, вĕçет. N. Çол орлă костарса лартса (дорогу замело снегом). N. Хальхинче вырăс пупа тата чăнкăрах çĕртен (с еще более крутого места) кустарса антарса панă (скатил). Якейк. Сасартăк хватлă çил тоххĕр те, çынсене лаши-орапи-мĕнĕпех, кăстăрмач пак костарса, çавăрса исе карĕ. || О быстрой езде. Макка 189. Унтан вара, вилнĕ çыннине пытарсан, пит хытă кустарса таврăнаççĕ (во весь опор). Истор. 112. Ăна хирĕç юланутпа кустарса кайнă (покатили верхом). Ст. Чек. Çын килелле кайсанах, вăрмантан арçури тухнă, тет те, лашана утланса, кустарса çӳренĕ, тет. N. Эпир пит хытă кустарса килтĕмĕр (выртмаран). Бел. Гора. † Вылятрăмăр, кустартăмăр, хапха тулне кăлартăмăр (лошадей). N. Унччен те пулман (вдруг), Иван шăнкăравпа пачăшкă умне кустарса пынă. Толст. Ачасем çавăрăнса пăхнă та, кустарса пыракан кайăкçа (охотника) курнă. Ib. Тутарсем те ăна курнă та, ун патнелле кустара пуçланă. Б. Яныши. Пусăкраххисем учĕсене тытрĕç те, килелле кустара пуçларăмăр. БАБ. Ăçта каяссине хамăр та пĕлместпĕр терĕçĕ, тет те, пурте, павуска ăшне ларса, кустара пачĕçĕ, тет. || Быстро жать хлеб? Якейк. Ку пĕчĕк аная костарса анчах кайăпăр вăт. Ib. Тырри шуламлă та, костарса анчах карăмăр. || Выкладывать чем, vestire. М. Тув. † Пирĕн Тумккă хула пек: тулне тутăр çаптарнă, ăшне ылтăн кустарнă, çулне чукун сартарнă. Н. Лебеж. † Виççĕмĕш вĕретĕм сăрине, хĕрĕх хăлаç нӳхрепне, ăшне шăвăç кустарнă, пичĕкесĕр янă, тет. N. † Вырăсла та çӳçме эп кастартăм, йĕри-тавра ука кустартăм. N. † Йĕс турапа пусса турарăм, çинчен шăрчăк ук(а)сем кустартăм. Янтик. Чăпăрккана малтан ик кантраран яваççĕ, унтан вара ун çинчен тата тепĕр кантра явса пыраççĕ; çав виççĕмĕш кантрана явнине „кустарса явас" теççĕ. || Выпроводить. КАЯ. Унтан мана хуралăç, ват мучи, хултан тытса: мĕлле çак Макçăм ывăль-хĕр кирек ăçта çитнĕ, унта çапкаланса çӳреç-ши! Халь урнă йăтă Тюмине тулланă, тет-ха, тата туллаттарас килет-и-мĕн кĕсен? тесе, кустарса ячĕ (выпроводил). || Scortari. Альш. Кустарат вăл ( = чупат). Она распутничает. || Случать. Янтик. Иван кĕсрине кустарма (чуптарма) кайнă. Ст. Чек. Кустарнă. Случили (корову и пр.) || Соблазнить. Абыз. † Астартăм та кустартăм, кусар вĕçне хыптартăм. Байгул. † Илĕртрĕмĕр, кустартăмăр, хапха тулне кăлартăмăр. || Поддакивать. Собр. Усал çынпа хăй урапи çине ларса кустарас пулат (надо гладить по шерсти. КС.), теççĕ. (Послов.). СПВВ. ИФ. Кустарас — илĕртсе вăл калаçнă майпа калаçса пырас. N. Тĕрĕс, тĕрĕс, Кĕркури хăта, лайăх йĕркепе пăхса ӳстернĕ ачасем нихçан та ашшĕ-амăшĕ ирĕкĕнчен тухса çӳремĕçĕ, ашшĕ-амăшне вĕсем темĕн тĕрлĕ асла хурса пурăнĕçĕ, тесе, Кĕркури майĕ кустарса пынă хăнисем (поддакивали). || О мятели Сятра. Çол орлă костарса лартса. Дорогу замело. Ib. Çол орлă (или: çола) шăлса лартса та, çолĕ çĕтсе. Дорогу замело, и дороги нет. || Пускать (лошадь) в галоп. Цив.

куçа юрăхлă

на который стоит посмотреть, spectabilis N. † Пашьел ăрам витĕр эпĕ тухнă чух, куçа юрăхлă çурт эпĕ курмарăм. Ст. Чек. † Çак ял виттĕр эп иртнĕ чух, куçа юрăхлă хĕр курмарăм.

куç курăкĕ

назв. раст., eryngium planum. Ст. Чек. Куç курăкĕ; куçăхнăран тĕтĕреççĕ (куç ӳкнĕрен çав курăкпа тĕтĕреççĕ). Рак., Кайсар. № 122. Куç курăкĕ, сарри. № 123. Куç курăкĕ, шурри. Куç ӳксен (ача-пача куçăхсан) çак курăксене вĕретсе ĕçтереççĕ; шурри ӳксен, шуррине вĕретсе ĕçтереççĕ. || Алик. р. «Куç-курăкĕ, братки, viola tircolor».

куçран кай

исчезать с поля зрения. Чураль-к. † Çак яла килтĕм те, ни сар хĕр çук, сар хĕр çук, хура хĕр куçран каймарĕ.

куç тулли

употр. в чувашизмах. N. Хай савнă ывăлăм халĕ те пурăнать иккен-ха! Часрах каям та, курам çавна куçăм туллиех (нагляжусь-ка на него)! тенĕ савăннипе. N. Кĕçĕн ывăлне хăй патне хăварса, куç тулли курса тăранасшăн пулнă. СПВВ. Куç тулли курас, наглядеться. Альш. † Ĕнтĕ, тăванăмсем, çунатăмсем, курсан-курмасан та, куç тулли (т. е, вы — одно загляденье?). Трхбл. † Хрантсус явлăк, çӳçи мамăк, çыхсан çыхмасан та пуç тулли; ĕнтĕ, тантăшçăм, савнă тантăш, курсан-курмасан та, куç тулли. N. † Ăйхăм килет куç тулли (мои глаза полны дремотой), ăçта выртса çывăрам-ши? N. † Пирĕн аттесем куç тулли, пирĕн мĕншĕн кулянас? Янтик. † Çак Тимешĕн хĕрĕсене курса тухăр (е: юлăр) куç тулли. Якейк. Куçăм толли = пăхса савăнмалăх.

куç хыв

смотреть проницательно; высмотреть, заприметить. МПП. † Ырă çынна ыр çын тиеççĕ, хăйсем çине куçсем хываççĕ (= хытă тилмĕрсе пăхаççĕ). Ib. Ан кăлар тьыхуна витерен, хӳме виттĕр пăхса куç хывĕç. Б. Крышки. Вăл ман класа куç хывнă. Он заприметил мой класс (предназначил для чего-нибудь). Юрк. Аслă йăмăкăма куç хыврĕç. Хурамал. † Вăрман виттĕр тухнă чух, тухнă чух, пĕр йывăçа куç хыврăм, куç хыврăм: касса каймĕçин, лайăхчĕ, лайахчĕ. N. Вăрман варĕнче сар чечек, ӳснĕ-ӳсмен куç хыврĕç; пирĕн пичче хĕрĕне (= хĕрне) ӳснĕ-ӳсмен куç хыврĕç. С. Айб. † Пуян хĕрне куç хыврăм, тухса каймин, лайăхчĕ. АПП. † Çак ялти сарă хĕре куç хывни сакăр çул: каят, тесен, чунăм çук, парса илме мулăм çук. || Внушить, заставить видеть на яву, чего не может быть (говорят о фокусниках, о спектакле). Н. Р. Романов. || Делать ямку (в каше). Ст. Чек. Унтан вара хăпарту, пăтă пĕçерсе, куç хывса, «ĕне çуратан пăтти» тăватчĕç.

кутăн

котăн (-ды̆н), задом, задом наперед, шиворот на выворот. Орау. Пĕренесене кутăн турттараççĕ: тăррине çуна çине хураççĕ, кучĕ çĕтĕрнсе пырать. Шарбаш. Иопа таврашне котăн ан лартăр: лайăх мар. (Поверье). N. Ачи кутăн тухнă. N. Çĕклесе тухаççĕ кутăн (покойника): урисене малтан, пуçне кайран. Шурăм-п. Пăрахса (жертвенные кушанья) тавăрăннă чухне кутăн утса килтĕмĕр. Изамб. Т. Камăн çăпати кутăн ӳкет, ул вилессине пĕлтерет. (Гаданье). Альш. Кусем çав хĕре йăтнă маййăнах ктăн тытса, кĕрӳшĕ, пĕтĕм туй халăхĕ, çав каччи ашшĕ-амăшĕ умне пырса тăраççĕ — пуççапаççĕ. Изамб. Т. Пурăнăç пĕр кутăн кая пуçласан, ялан сиен куратăн. К.-Кушки. Кутăн çуралнă (вперед ногами; говорят и упрямому). КС. Урапине кутăн çавăрса лартнă (повернул задом). Ib. Кутăн утса çӳрет. Ходит на руках. Вил-йăли. Пуçĕ панчи вĕçне каялла тавăрса, ун ăшне пĕр кĕпепе пĕр йем минтер пек çĕлеççĕ, çĕлеме те кутăн çĕлеççĕ. Образцы. Астăвăр-ха, Чакă, ай, ачисем, çăпатине кутăн сырман-и? N. Чăвашсем, юмăç хушнă тăрăх, тăшманĕсене усал тăвасшăн вĕсен ячĕпе турă умне кутăн (вверх ногами) çурта лартаççĕ. ЧС. Юмăç карчăк пĕр кĕпене кутăн çаннисенчен урисене тăхăнса ячĕ. К.-Кушки. Эп пӳртрен кутăн тухрăм. Я вышел из избы задом. N. Мур шăрши!... Ăсĕ пур!... Хытнă çăкăр татăкне кутăн сĕтĕрет шăтăк патнелле! (к норе). N. Котăн отать. Идет задом. N. Котăн тăрать. Стоит нижним концом вверх. Чхĕйп. Кутăн ĕçе карăм (по обьяснению КС ходил по необыкновенному делу, т. е. хоронить покойника, так как на похоронах, все делается шиворот-навыворот; напр., умершего одевают наопако и даже самые песни поются тогда иначе). См. тинсĕр-ханкăр. || Назад, обратно. N. Кутăн шыра. Разыщи (пропавшее на почте письмо). Тăв. 38. Вĕсенчен те вĕренӳ пулсан, тĕнче тепĕр май çаврăнĕ, хĕвел те кутăн тухĕ. Вĕлле хурчĕ 20. Çаплах та ирĕксĕр уйăрăлсан, амăшне тытса юлса, хурчĕсене кутăн вĕллене ярас пулать. Ib. Уя ĕçлеме кайнă хуртсем кутăн таврăнаççĕ те, çĕнĕ вĕлленĕ кĕрсе кăяççĕ. Бигильд. Çапа пĕлмен ал-ура хăйнех кутăн лекнĕ, тет. (Послов.). М. Васильев. Наччальник тавраш пырсан та, котăн тараç. Шурăм-п. № 23. Вăрă леш тĕнчере вăрланине кутăн хуçине памалла. ЧС. Пирĕн ялта пасар пулат; пасара выльăх-мĕн сутма илсе килсен, е аш-мĕн, е çу-мĕн илсе килсен, пасара кӳртмесĕр, кутăн хăваласа янă (прогоняли), тет. N. Çак сăмаха вола котăн (читай назад, в обратном порядке; напр., çараараç и т. п.). ЧП. Урама кутăн (задом на улицу) пӳрт лартрăм, вуникĕ кусуй кастартăм. Альш. † Елшел урам — аслă урам, урама кутăн пӳрчĕсем (окнами во двор). К.-Кушки. Кутăн пырап. Иду задом (т. е. противно обычному ходу). Чув. пр. о пог. 17. Хĕвел кутăн (каялла) пăхсан, çăмăр пулать. Если солнце, заслоненное облаками, освещает отраженным светом к востоку, то быть дождю. Календ. 1904. Хĕвел кутăн (каялла) пăхсан, çумăр е çил пулать. Сред. Юм. 'Котăн хĕвел'. Пĕлĕтлĕ кон хĕвел, пĕлĕт айĕнчен корнмасăр, пĕлĕт çине ӳксе çав пĕлĕт çинчен çутă корăннине калаççĕ (отражение света солнца с облаков в облачный день. (Срв. Бгтр. Хĕвел, пĕлт айĕнчен тохса, анса ларнă чох пăхсан, çомăр полать). || Вверх ногами. Орау. Мачча çумăнче шăнасам пак кутăн утса çӳреççĕ. (Сказка). N. Вĕрен тăрăх икĕ чалăш хăпарса, кутăн анатпăр. Тораево. Улпутсам çитрĕç, тет те, Сохрон кутăн çакăнса тăрат, тет. Орау. Шăтăкпа вĕрен тăрăх ансан-ансан, тепĕр патшалăх пур, тет. Унта çынсем, эпир мачча çумăнче çакăнса тăнă пек, кутăн çакăнса утса çӳреççĕ, тет. Шăтăкран çĕре ансан, пĕтĕмпех тĕлĕнсе кайнă, тет, ку: ку аялта тăрать, тет, лешсем мачча çуммĕнче (так!) çыпçăнса, утса çӳреççĕ, тет; çӳçĕсем аялалла усăнса çӳреççĕ, тет. (Сказка). Çĕнтерчĕ 30. Эпир япаласене пытарнине эсĕ кама та пулин пĕлтерсен, сана кутăн çакатăп (повешу)! Кан. Хамăр япăх ĕçленине курса, кутăн выртса услама çапаççĕ. Якейк. Эп шăва (= шыва) кĕнĕ чох яланах пĕве пуçĕнчен (с плотины) котăн сикетĕп (головою вниз). N. Кутăн тăрăнчĕ. Ткнулась вниз головой? См. кача. Г. А. Отрыв. Шĕвĕр тĕплĕ тимĕр витрене кутăн лартнă евĕрлĕ пуç çинче ларса пынă (çĕлĕк). || Неудачно. Paas. Ĕç кутăн пычĕ (шло). || Упрямый; упрямец. Якейк. Кутăн, человек злого, придирчивого характера. Ib. Эп онашкал котăн çын нихçан та корман. Ib. Котăн çын, тесе, ялпӳçсене калаççĕ (деревенских кулаков). Юрк. Арăмĕ хăй пеккиех наян япала пулат, кутăнскер; хуняамăшĕ ĕçе хушсан, питех итлемес. Кан. Эрехшĕн, кутăн, виçĕ кун хушши çакăнса тăма хатĕр. Кильд. Арçынĕ (муж) кутăнтарах, ял çинче çӳрекен çын пулнă вăл («кутăн» противоположно «лăпкă», «кунĕ»). П. И. Орл. Кутăн йысна шурă кĕпе тăхăннă, янахи айĕ маччана тивет. (Кăмака). Изамб. Т. Йытă та: тух, тесен, тухат, эсĕ йытăран та кутăн. Сет-к. Котăн — драчун, забияка. Череп. Кутăн, упрямый, кляузник. Собр. Кутăна кутăн пуçлăхĕ, наяна наян пуçлăхĕ кутран вуникĕ вĕçлĕ нухайккипе çаптарат, теççĕ. (Послов.). N. Котăн çын, любящий тягаться, сутяга, дерзкий, придирчивый; кому нельзя давать в долг. || Упрямство. Ала 30°. † Манăн упăшка пуласси кăтьăр кăтра çеç пулчĕ, кăтрисерен кутăн пур. || Притворство. См. кутăна пер.

кушел

(кужэл'), пещер. Чертаг. СПВВ. ФВ. Кушел — супне; çинçе хулăсенчен авса тăваççĕ: унпала арпалăхран арпа йăтаççĕ: эпĕ пĕр кушел арпа выльăхсене патăм, тет. Çутт. 88. Арпа кушел çаккăрăм, анкартине уттартăм. ЧП. Хулпуççине кушел çак. (В Шибач. пиштер).

кушма

кошма, большой войлок. Н. Карм. † Çӳлĕ тусем çинче сăрлă çуна, çиттийĕсем шур кушма. СПВВ. ТА. Кушма = пысăк кĕççе. Ст. Ганьк. † Шап-шур (вар. шап-шар) кушма çийĕнче маттур манит суйлат-çке. Ала 66°. Çак юрăсене пĕтерсен, картиш варрине кушма сараççĕ те, хĕрпе качча мăн кĕрӳ çавăтса пырса, тăратать çав кушма çине.

кӳлеш

(кӳл'эш), ревновать. N. Ют арăмпа кӳлешекен арăм, хаяр чĕлхипе пурне те çитсе кастаракан усал арăм чĕре суранĕ вăл, хуйхă вăл. Янтик. Упăшки хăй маткине: кампа та пуса çӳрет, тесе шухăшласан, çапла çынсене каласан вара ăна: у маткине çавăнтан (Микуларан) кӳлешет, теççĕ. Ск. и пред. 86. Хĕртен арăм пулсассăн, ват упăшка кӳлешет. Тюрл. Лайăх маткана корсассăн, каччăсем она олталама шотлаççĕ; опăшки çавăншăн кӳлешет и хĕнет. Юрк. Упăшки пит кӳлешет. Альш. Арăмĕ упăшкинчен кӳлешет (= упăшкине: арăмсемпе çӳреттĕр, тет). Изамб. Т. Пĕр-пĕр арăмăн упăшки çамрăк пулсан, хăй ватă пулсан, ул упăшкинчен кӳлешет. Полтава 53. Эсĕ мана кӳлешĕн? N. Вăл арăмне пит кӳлеше пуçлать. ЧП. Кӳлешекен çынсем тек кӳлешчĕр, кил иксĕмĕр тăрар юнашар! Пазух. Йăлтăр-ялтăр йăлтăрка, урам варринче тупрăмăр, кӳлешекен хĕрсене çĕр мунчара тупрăмăр. N. Унăн арăмĕ упăшки çынсен арăмĕсемпе вылянăшăн кӳлешет (кĕвĕçĕт). Ст. Чек. Вăл арăмне çынпа кӳлешет (ревнует). Янтик. Çавсем пек ухмах тек тĕнчере те çук пуль! тек кӳлешсе çӳреççĕ пĕр-пĕринчен: упăшки маткинчен Иванпа кӳлешет. Сред. Юм. Арăмĕ ôпăшкине: çын хĕрарăмпе (так!) çӳрен! тесе, вăрçса çӳресен, ôпăшки арăмне: çын арçыннипе çӳрет, тесе, вăрçсан: кӳлешет, теççĕ. СПВВ. КЕ. Арăмĕпе упăшки кӳлешет, теççĕ (пĕр-пĕрин айăпне тупса вăрçни). Каша. † И, авланман ачасем! инке-арăмшăн кӳлешет! N. Çак арăма, унăн ачине те сывлăхсăртан, вăйсăрлăхран, кӳлешекентен, курайман çынтан, усал куç ӳкесрен сыхла. N. Усал çынсенчен ан кӳлеш, вĕсемпе хутшăнма та ан тăрăш.

кӳп

назв. болезни (большой живот у детей). Чăвашсем 7. Тата ача пысăк хырăмлă пулсан, ачана кӳп таптараççĕ. Вăл кӳпе таптарма ачана юмăç карчăк патне илсе каяççĕ те, ялта пĕр-пĕр арăм тунă пулсан (?), унăн çăпатине илсе пырса, ачана урайне вырттарса, çав çăпатана тăхăнса тапать те, тата ачана такана çине вырттарса, таканапа авăсать, ача ятне калать: кӳп тухтăр, тимĕр таканапа авăсса яратăп. Çак такана епле варкăштарса ярат, çавăн пек ача ăшĕнчен кӳп тухса кайтăр, тет. Тата, ачана урайне вырттарса, çинчен шăпăрпа шăлать: тимĕр шăпăрпа шăлса яратăп; шăпăр епле сирпĕтсе ярать, ача ăшĕнчен кӳп çапла тухса кайтăр, тет.

кӳр

(кӳр, к'ӳр Пшкрт: кӧр), приносить, привозить, приводить; носить, возить, таскать; выписать (человека, откуда-н.). N. Атăла шыв кӳме карĕ. Поехал на Волгу за водой. N. Кĕлте кӳме кайăпăр (у др. кĕлтене кайăпăр). Мы поедем за снопами. N. Эп шыв (утă, вăрман) кӳтĕм (так гов. и в с. Чемуршах). Янтик. Пирĕн ун чухне лашасем килте пулас çук, эс хăвăр лашупах кӳрсе хăвар ăна! Ib. Йăмăкĕ кӳрсе хăварчĕ ăна. Ib. Айта, Микула, кĕлте кӳрер! Ib. Ăсем вут (дрова) кӳреççĕ (возят) халь! Ib. Халь пушăт йӳнĕ чухне пушăт нумайтарах кӳрес тет-ха у (= вăл). Альш. Лашине Шемексем тытса кӳрсе пачĕç, тет. ТММ. Вĕре пĕлмен йытă кашкăр кӳнĕ, тет. (Послов.). Виçĕ пус. 10. Хăшĕ-пĕри тата сиен кӳрекенни те пур. Торп-к. Кайнă чухне юрла-юрла, килнĕ чухне хăса-хăса. (Шыв кӳме кайни). Ст. Чек. Паршă çинче тырă кӳчĕç. || Приносить жертву? N. Чӳк тăвас пулсан, чăвашсем нихăçанах (= яланах) самăр вăкăр илнĕ те, пĕтĕм ялпа пухăнса кӳнĕ. || Дать, возвратить, подавать. КАЯ. Анне: кӳр-ха еппин, пăхам! терĕ. N. Кӳр, эпĕ сан куçăнти турата кăларам. Хурамал. Кӳр, тутăна чуп-тăвап. Б. Олг. Лапка хоçине калатăп: кӳр-ха çана (= çавна), сартла (чит. сардла из сар+тăла) тĕркине (штуку желтого сукна)! Толст. Эпĕ кайран çийĕп, кӳр çак çĕмрен шăнăрне (тетиву лука! Ошибка!) малтан çием. СТИК. Атте, ку çăпатана эпĕ тăва пĕлместĕп! — Кӳр кунта, хам кăтартса парам; мĕн уншăн аттене, чăрмантарас. || Провести. Эпир çур. çĕршыв. 26. Шкулсем валли, тата куç пульнитси валли хӳхĕм çуртсем туса пачĕç, савăтран електриччĕствă кӳчĕç. || Наводить. N. Унăн çиллине хăвăр çине кӳрес мар тесен, тăлăх арăмсемпе тăлăх ачасене усал туса ан кӳрентерĕр. || Причинять. Айдар. † Анне ячĕ хĕр пăхма: малтан хĕрне пăх терĕ, хĕрне намăс кӳр (пристыди), терĕ. || Зарабатывать. Чет. пути. Ялĕ-ялĕнче çĕвĕçсем, атă пусакансем, тир тăвакансем пулнă, пирĕн халăх ниçтан пĕр пус кӳреймен. || N. Мĕнле сăмаха кӳреççĕ вĕсем ăна? В каком смысле употребляют они это выражение? || Придавать силы. ЧП. Пĕчĕккĕ кĕлте, сĕлĕ кĕлти, ыр утсен пуçне çав кӳрет. || Суметь. N. Вулама пит аван вырăсла кӳретĕп. Юрк. Пĕр-иккĕ вуласа пахсан, чиперех вулама кӳрĕн. Ib. Эпĕ ĕçне кӳретĕп. Я сделаю дело, устрою его как надо. N. Ку ĕçне кӳре пуçлат (начинает делать свое дело «как следует»). N. Кӳрсе лартрĕ. Сумел сделать? || Применять. N. Тĕп (коренные, настоящие) чăваш сăмахнех ĕçе кӳрсе çырас пулать.

кӳрен

(кӳрэн'), обижаться. Полтава 58. Атте халччен тен мана ылханчĕ пуль кӳренсе. Сред. Юм. Чипер валеçĕр: мана та, сана та кӳренмелле ан полтăр. N. Çак хыпара илтсен, пĕтĕм патшалăхри халăх патшана кӳрене пуçланă. || Завидовать, досадовать. СПВВ. См. Paas. 80.

кӳрнек

(кӳрн'эк), пригожество, краса, вид. Альш. † Улăм çӳппи çĕр кӳрнек, улăм çӳппи вĕçсессĕн, шӳтте кайĕ çĕр кӳрнек. Ib. † Тилĕ çĕлĕк пуç кӳрнек; çак хĕр-сăри кил кӳрнек; çак хĕр-сăри кайсассăн, шӳтте кайĕ кил кӳрнек. Бел-Гора. † Çӳлĕ вăрманта хĕрлĕ тиллисем, хĕрлĕ тиллисем вăрманăн кӳрнекĕ.

кӳрт

(кӳрт, к'ӳрт', Пшкрт: кӧрт), вводить, впускать; вносить. Изамб. Т. Эпĕ, ирхине тăрсан, вут хутап; ĕнене кӳртсе сăватăп. С. Дув. Ку, Яхути, упăтине кӳртет (в избу); кӳртсен: хăнана çиме лартас, карчăксем! тет. || Занести, внестн. Тогаево. Онтан лашасене шăвартăмăр та, витрине кӳртсе патăмăр (отнесли в избу и отдали). N. Çăкăрне калла кӳртсе хума хушнă. || Свозить в помещение. Сред. Юм. Кĕлтене çын итемне кӳртрĕмĕр. Снопы ввезли на чужое гумно. N. Пĕркунтарах паранкă кăларса пĕçерсе çиеттĕмĕрччĕ, халĕ паранкăсене кӳртсе пĕтернĕ. || Поместить. ГТТ. Ун çинчен (об этом) ӳлмĕрен çырăп-и-ха сире, е хам «описание» çине кӳртĕп-и. Юрк. Çак кĕнекене кӳртнĕ такмака каларăм (произнёс). Орау. Вуттине (дрова) ик çĕклеме кӳртне (принесла за два раза, разделив на двое). Ib. Ута (сено) ик çунанах кӳртсе килтĕмĕр (поместив всего навсего на два воза). Богдашк. Ку çынни: катки пысăкчĕ те, çирĕм пăта вунпилĕк пăта кӳртсе килтĕм, тесе каларĕ, тет. || Прибавлять (при тканье). Альш. Хĕрлĕ çине е кăвак, е шурă, е сарă çип кӳртнĕ (о штанах, йĕм). || Взять в услужение, принять на службу и т. п. Панклеи. Тавтапуç сана, хоçа, мана кӳртнĕшĕн (говорит работник. Сказка). Юрк. Чыканĕ, пĕр шухăшласа тăмасăрах: мана патшана кӳртсен (если бы меня сделали царем), эпĕ пĕр çĕр тенкĕ укçине вăрлăттăм та, тарăттăм, тесе кăларĕ, тет. || Вывести (в люди). Баран. 30. Хуçа Пракахвие каланă: хăвар ачана ман патма, эпĕ ăна тумлантарăп, вĕрентсе, çын çине кӳртĕп; кайран, май килсен хăй те хуçана тухĕ, тенĕ. || Принять. N. Атя школа, мана ӳччиттĕл кӳртес мар, тет. Изамб. Т. Хĕрпе кĕрӳ кӳртме пуçлаççĕ. || Зачитывать (в уплату). N. Ун тăхăр тенки çинчен тăватă тенкĕ кӳртетĕп. N. Çав укçана кӳртсе хăвартăм эп (или: тытса юлтăм). Я зачел эти деньги в счет долга. || Внести в уплату за... N. Сан икĕ тенкĕ укçана куланай çине ямарĕç. Çаран пачĕç те, эпĕ çаран илтĕм те, çанта кӳртрĕм. || Выигрывать (в игре). N. Эпĕ пилĕк мĕтеç кӳртрĕм. N. Эпир укçалла выляса (играя в орлянку) виç тенкĕ кӳртрĕмĕр.

ыраш кăвак чечекĕ

назв. раст., delphinium L. consolida L. живокость посевная (сокирки полевые). Рак. Хĕрлĕхен («хăй йĕрки», так как она пурне те тухат: вĕт шатра) тухсан, çак курăка вĕретсе ĕçтереççĕ. Йăвăр тухсан (в тяжелой форме) анчах апла тăваççĕ.

кăвак хунчав

назв. раст. Рак. Кăвак хунчав. Шатрана хунчав теççĕ. Хăй йĕркине мар, ахаль урăх шатра, çынна аптăратаканни пулать. Çав шатра кăвак тĕплĕ пулсан, çак курăкпа кашкăр пуçне пĕрлĕ вĕретсе çутăличчен шыва кĕреççĕ. (По определению Келлера,: эта та же трава, что № 13 (тутлă ерĕм, geranium., герань).

кăвакарчин

(кы̆вагарζ'ин'), голубь. Н. Карм. КАЯ. Турă çумĕнче кăвакарчин чунĕ ларать. Хăçан та хăçан çав чуна усал вăрласа тарĕ, çавăн чухне çак ача уртăр. (Из наговора).

кăвакарчăн

(-ζы̆н), голубь. N. Кайăк кăвакарчăнăн çĕчĕ çук. (Такмак). Изамб. Т. † Çак тăвансем патне килмассайран, кăвакарчăнни пек чунăм савăнат. N. Кăвакарчан ӳчĕ çурри етемĕн, çурри лашанăн, тет, çанпа çиме хушмаççĕ. N. Шыв чакнине курсан, пĕр кăвакарчăна çĕр типнине пĕлме кăларса янă. Альш. Кăвакарчăн юратать, кăвакарчăнсем чуптăваççĕ. С. Айб. † Кăвак (эпитет) кăвакарчăн. Сред. Юм. Кăвакарчăн пик чуптуса çиç лараççĕ (любезничают). Ib. Кăвакарчăн какайĕн пĕр енче çын какай, тепĕр енче лаша какай, тет, çавăнпа çиме юрамас.

кăкăр çавăрăнни

обладать голосом и уметь петь. Альших. Кăчăр çаврăнмас. Не может брать нот, не мастер петь. Кильд. † Çак тăвансенĕн килне килсессĕн, пуç хĕрмесĕр кăкăр çавăрăнмĕ. СТИК. Кăкăр çаврăнмĕ = кăмăл çемçелмĕ (едва ли правильное толкование) Средн. Алг. † Манăн кăкăрăм çавăрăнмас, кĕçĕнтен хуйхăлă ӳснĕрен. Юрк. Çамрăк кăкăр çавăрăнмасть (не умею говорить ладно? говорит «тӳрментерех çын»). Сенчук. † Ай-хай, пĕр аппаçăм-йыснаçăм! сирĕн пек ырă çын умĕнче пирĕн çамрăк кăкăр çаврăнтăр. Альш. † Тăваткăл минтер, хăмаç пит: питĕ тăвăртан хăпармас; мĕн çамрăкран хуйхă курнăран, çавăнпа кăкăр çаврăнмас. (Хĕр йĕрри). Ib. † Ай-хай çинçе пӳçĕм, çамрăк кăкăрçăм: çаврăнат-çке купăсăн майĕпе. Изамб. Т. Унăн кăкăрĕ çавăрăнмасть. У него не хватает способности (петь). Бюрг. † Ай-хай, тăванăмсем, пĕр чунăмсем! сирĕн пекех лайăх çынсен умĕнче манăн çамрăк кăкăрăм çаврăнмас. Байгул. † Куккапа инке умне тăрсан, авăнман пилĕке авăнгартăм, çаврăнман кăкăра çавăртăм. Собр. † Пирĕн пек çамрăк ачасен пуç хĕрмесĕр кăкăри çаврăнмаст. Пазух. Сирĕн йĕс пăралук та, ай, авăнтăр, пирĕн çамрăк кăкăр та çаврăнтăр. (Некоторые понимают это выраж. в см. душевного расположения, но неправильно).

кăккăрсăр

то же, что кăкăрсăр. ЧС. Раштав иртсен, çак ватăскер пĕрре, кăккăрсăр пулса, пит хытă чирлерĕ (здесь обозн. вообще болезнь в области груди).

кăлар

(кы̆лар, клар), вынимать, вытаскивать, вырывать, выносить, вывозить, добывать. Альш. Хăшĕ (иные) хапхисене кăлара-кăлара ывăтнă (во время пожара). N. Хаçатне урама кăларса çаксанах (вывесили), Чавка Ваççи хăй çинчен çырнине чĕрсе тăкрĕ (изорвал). Икково. † Шор тоттăрăн çӳçи çок; кăларсан (если выпустить?) çӳçи полмĕ-ши? Изамб. Т. Ул вара пур хĕрсене укçа парат та, йапалисене урапа çине кăларат (выносит). || Моштауш. Тата хăшĕ пӳртлĕх кăлараççĕ (вывозят на определенное место, но не домой) те, пураттараççĕ те, сутаççĕ илекенсене. Бес. чув. Унăн аслă ывăлĕ, хай лашине хĕнекен Хайрулла, çав лашипех вăрмантан пĕрене кăларма (вывозить на определенное место, но пока не домой) кайнă. N. Вăрман парас пулсассăн (если дадут), çывăхарах кăларма тăрăшăр. См. тух. Ск. и пред. 102. Хĕлле пулсан, йăлăмра халăх пӳртлĕх кăларать. N. Пĕчик пичче пӳрт пĕрени кăларать. Собр. † Аллăм тулли кĕмĕл çĕрĕ, кама кăларса (снявши) парам-ши? Якейк. Ĕнер аран сӳс кăларса пĕтертĕмĕр. Ib. Ата, Мари, сӳс кăларма? — Çок, ман сӳс халях полимаçть-ха; эп сантан каран хотса (помочила). N. Вĕсен хăйсен кашнийĕн пахча çимĕç пур; çиес килсен, кăларать-татать-çиет. N. Çамрăк йывăçа кăларасси йывăр мар. Орау. Çул çинчи (на мостовой) юра тасатса, чулнех мар, тесе, кăна хăй хăранине кăларса каламасть пулмалла. || Оправдывать, наверстывать (расход). ||Обьявлять, заявлять; кăларнă та (доскребли до камня), çуна тупань шынисем чула перĕнсенех, лашасам тапах (сразу) тăраççĕ. Латыш. Пĕр вăхăтра турă шаланкăпа (канюку) ула-курака шыв кăларма (добыть из земли) хушнă. (Из сказки). Орау. Хĕрарăм пĕр пĕрчĕ кăларсач [тайком продает из дому имущество], пин пĕрчĕ тухать, тет. (Нечто в роде послов.). Сред. Юм. Килтен япала кăларать. [Так говорят, если у кого-либо один из членов семьи имеет любовника (resp. любовницу) и тайком передает (таскает) ему (resp. ей) вещи из дома]. Орау. Микула арăме тыр кăларса сутать (тайком от мужа), теççĕ. ТММ. Вăрлăх кăлар, çурла кăлар, начать сеять, жать. || Вычитать (в арифметике). || Насчитать. N. Хӳмине этем виçипе виçсе тухса, çĕр хĕрĕх тăватă чике (локтей) кăларчĕ. || Лишить (напр. голоса, земли). Кан. Кăларас ăна сасăран, кăларас! тесе, кăшкăра пуçларĕç. || Пропустить, продеть. Бгтр. Çак йĕп виттĕр канат кăлар, вара, кăларсан, икĕ пин тенкĕ парăп. || Снять. Юрк. Кĕрӳшийĕн (у жениха) аттине уринчен хĕрĕ (невеста) туртса кăларса хыват. || Согнать. N. Ман йăвана (в мое гнездо) темĕскерле кайăк кĕрсе выртнă. Атя-ха, кăлараймăпăр-и ăна? || Низложить. N. Патшана кăларчĕç. || Выводить. N. Вăсам (голуби) çав çура (в это лето) икĕ хутчен чĕпĕ кăларса карĕç. N. Вăл çăмартасене чăха айне хурса кăларсан, вара пĕр çăмартинчен йытă, тепĕринчен çĕлен, тепĕринчен куйкăрăш пулат, тет. || В. Ив. Аван вăрлăха килте кăларнине нимĕн те çитмест (т. е. всего лучше засевать своими семенами). || Выпускать. N. Хама хулана кăлармаççĕ. Учите детей. (Ачана) çын патне пит каларас пулмасть. || Взыскать, вытянуть, extorquere. Кан. Ку пилĕк тенке паянах кăларăп сантан (т. е. отомщу тебе за пятирублевый штраф, наложенный на меня из-за тебя). || N. Хăва (ты сам) курăс кăларатни. || Увезти невесту увозом. Ск. и пред. 63. Петĕр ĕнер сана хĕнерĕ те, кĕçĕр йăмăкна каларса каяс тет. || Выхлопотать. N. Пенççи кăлар, выхлопотать пенсию. Альш. Кăçал манăн Шăмăршă вăрманĕнчен пӳртлĕх вăрман кăларасчĕ (выхлопотать бы). N. Халĕ халăхсем хушшинче халап нумай çӳрет: çĕр кăларса валеçес, теççĕ. || Обнаруживать, выказывать. N. Ял-йышĕсем укçине кăларасса кĕтеççĕ, анчах çук укçа, тухмастех, укçа илсе килни ниçтан паллă мар (совсем не видно, чтобы он приехал с деньгами, нажитыми на стороне). || ТХКА 108. Мана хăратас. Разглашать. N. Çын çине сăмах ан кăлар. Чăв-к. Тăвансем, тантăшсем! Эпĕ усал каланă пулсан, кăларăр çакăнта. || Издавать. N. Çапла туни малашне те халăхсăр пуçне çĕнĕрен закон-мĕн кăлармасса сăмах пани пулать. N. Бюрократия, халĕ хăй майлă çынсене Думăна кӳртме суйлас умĕн, тĕрлĕ çĕнĕ йĕркесем кăларан пек турĕ. || Исполнять (напр. музыкальную пьесу, декламацию и т. п.). || Взорвать. В. Олг. Каран çортая вот тивертсе кăлармашкăн ярнă салтака (в подкоп). || Лить, источать. Ст. Яха-к. Тата унта хăшĕ, тепле çуна айне пулнисем, халăхран катанарах кайса, сăмсисенчен юн кăларса тăраççĕ. || Выдумать, ввести в употребление и т. п. БАБ. Унччен пирĕн ялсенĕн нимĕскерле киремет таврашĕ те çукчĕ, тет; вара çак чăваш, пирĕн ялта пурăна пуçласассăн, пирĕн ялти киреметсене пурне те кăларнă, тет. || N. Çав сăмахран вăлсем, ухмахсем, халап кăларнă. || Сделать, создать. Задонский. Шуйттана та çылăх шуйттана кăларнă (сделал диаволом). N. Асла кăлар. || Создать. ПВЧ. 104. Пирн пуç çĕнчи (= çинчи) йăвăр хуйха курайман тăшман кăларчĕ. || Добывать. N. Ăçтан кăна кăларат! || Устроить (дело). N. Ĕç кăлараймарĕ. Дело сделать, дело устроить не смог (напр., ходатайство не удалось). || Выделать. С. Тим. † Пирĕн хĕр пит маттур: виçĕ çурăм йĕтĕнтен кĕрӳ кĕпи кăларчĕ. Качал. Пĕр юмана касăп та, икĕ такана кăларăп икĕ пулене тăвăп. (Йĕкел). Якейк. Ку крешрен çичĕ хăма кăларас, теп (хочу). N. Виçĕ тĕрке пушăтран хăрах (на одну ногу) çăпата кăларчĕ. || Делать выступом. Альш. Елшелин урамалла крилтса кăлараççĕ (так, что оно выступает на улицу) пурин те. Ib. Пӳрт умĕнчен урама кĕрилтса кăлараççĕ. || Амалăх-Кипеней. Хытă кăларакан чул, хорошо мелющий жернов. || Выкашивать (о косе). Альш. † Ман çаваçăм вырăсла: вăр çавăрса сулăнса, çĕклем утă кăларать. || Уговорить девушку выйти замуж за себя. Юрк. Ачăрсем те маттур, йĕкĕт, теççĕ, мĕшĕн кăлараймастăр савнине. || Разобрать. N. Анчах вĕсем вăл çырăва (надпись) пĕри те кăларайман (не сумели разобрать). || Орау. Вырăсла пĕр сăмах та кăлармасть (говорит по-чувашски чисто). || Произносить. Альш. Калаçма та тутарсем манерлĕрех кăларса калаçатчĕç калаçнă сăмахĕсене (они). ТХКА 62. Ман арăм пăртак çармăсларах кăларать сăмаха, мĕншĕн тесен эпĕ арăма Атăл хĕринчи Шамал патĕнчен илнĕ. || В качестве вспомог. гл. N. Пĕр-икĕ станция (= стантсă) та иртмерĕ пулĕ, эпĕ хай хаçетĕме часах вуласа кăлартăм (прочитал). Альш. Авă пирĕн паян хыçалти пӳртрĕ çăкăр пĕçерсе кăларнă (испекли) — ăшă; çавăнта тухса выртар. Цив. Лаши кутне çавăрчĕ те, тапса, пуçне шăтарса (пробив), мимминех сиктерсе кăларчĕ (вышибла мозг). Юрк. Тепĕр ырă памĕтник умне чарăнсан, ун çинчи çыруне вуласа кăларчĕ (прочел).

Кăлаткă

(кы̆латкы̆), назв. селения, Чувашская Кулатка, б. Хвалынского у. Саратовской губ. Н. Лебеж. † Çак Кăлаткă каччисем чĕлĕм туртса сарăхнă. || Назв. оврага.

кăлт-калт

подр. быстрому повертыванию головой. Альш. Пуçне-куçне кăлт-калт тыткалат (пăркалат). Быстро оглядывается по сторонам. || Немного, кое-где. Б. Олг. Ах, кăлт-калт (несколько) касмалла çак хăмая (хŏмаja), çыпăçимен лайăхăн (-hы̆н), йолса пăластăк. Нюш-к. Кăлт-калт тĕрткелесе пăхрăм та паян. Сегодня я пробовала немножко поткать. || Подр. подпрыгиванию. Сред. Юм. Томхахлă çĕрте орапа кăлт-калт (толчками) сиксе пырать. Альш. Пушаннă кусатран (колесо) кăлт-калт тăвать (временами идет неправильно).

кăлтти-калтти

(кы̆лττиы-), подр. неправ. движениям. КС. Пăсăк (испорченное) кусатран кăлтти-калтти кусса пырать (неровно). Альш. Ухмах çын тӳрĕ утаймас, кăлтти-калтти кăна пускаласа çӳрет (шаги неправильны и не по одному направлению; походка не быстрая). СТИК. Хула çулĕ пит кăлтти-калтти пулса кайнă çак çумăр хыççăн (дорога неровная, с кочками, так что, когда едешь на телеге, тебя толкает то туда, то сюда). || Подр. редкому стуку, напр. от колёсного обода, концы которого не сходятся один с другим. Кăмак-к. Урапа кăлтти-калтти тăвать. Очень непрочный. || Редкий и в беспорядке. N Хирте кĕлтесем кăлтти-калтти выртаççĕ. || Сунт. Кăлтти-калтти урана кам тума хушнă çапла?

кăмака нишĕ

назв. детской болезни. Латыш. Çак ача кăмака нишне кайнă пусан, кăмака нишĕ тухтăр çак ачаран!

Кăмаша

(кăмажа) назв. речки: Кумашка. || Назв. селений Кр.-Чет. р. 1) Анатри Кăмаша, 2) Тури Кăмаша (или: Туриял). || Назв. леса. НАК. Пирĕн патăмăрта Кăмаша ятлă пит пысăк вăрман пур. Çав вăрмана тĕрлĕ тĕлтине тĕрлĕ ят хунă: хăш тĕлтине Хура Кăмаша теççĕ, хăш тĕлтине Хăрнă Кăмаша теççĕ, тата хăш тĕлтине Ульан теççĕ. Çак Хура Кĕсрепе Саланчăк та çав Кăмашанăн пайĕсемех.

кăмăл

(кŏмŏл, кы̆мы̆л), сердце (в переносном смысле), средоточие человеческих чувствований. N. Уçă кăмăлпа савăнса пурăннă. БАБ. Аттен кăмăлĕ вара çав сăмахсемпе çаврăнчĕ те, кĕпене тăхăнса ячĕ (т. е. он поддался убеждениям). N. † Чĕнтĕрлĕ кĕпер — юман кашта, унăн айĕсенче кăвакал; кăвакал та лартăр, хур та лартăр, ан юлтăр-и кĕперĕн кăмăлĕ! ЧП. Сарă кăтра çӳçĕме ӳстертĕм лавккари йăс (= йĕс) тура кăмăльшăн. Ал. цв. 1. Кăмăлăр мĕнле кученеçе савать, эпĕ сирĕн валли çав кучченеçе илсе килĕп. ЧП. Çамрăках та кăмăлпа кулса яр, манăнах та кăмăлма уçса яр. N. Вĕсем ачи-пăчине: эсир чӳкленĕ вăхăтра пĕр-пĕринпе ан вăрçăр, епле те пулса çемçе кăмăлпа çӳресе ирттерĕр, тесе, вĕренте хураççĕ. N. Ăшĕсенче усăл кăмăл тытакан тĕрĕс мар çынсем. N. † Сан кăмăлă епле-тĕр, ман кăмăлăм сана туртатĕ-çке. N. Кăмăла çын çумне çыпăçтар (влюбиться). Образцы 102. Савап, тесе, мĕшĕн улталан, кăмăлăнта пулмасан? N. Çакă çамăрк хуçа арăмне пурте пит кăмăлтан (искренно) савса юратнă. N. † Çак ыр хоçа кăмăлне йори килтĕм йорама. Сĕт-к. † Эпĕр çиччĕн пĕр тăван, çич çил армань лартрăмăр; çич çил армань хошшине йĕсрен кĕпер хурăмăр (= хыврăмăр); йĕс кĕперĕн варрине кĕмĕл йопа лартрăмăр, кĕмĕл йопа кăмăльне çичĕ пăчăр пырса лар(ч); çичĕ пăчăр пыршинчен чĕн тилкепе хотăмăр. Чĕн тилкепе шартлатать, хора лаши хортлатать. Кайăр контан, хора, хĕрсем, килĕр конта, сар хĕрсем! ай, мочай, хватьяр яр, хватьяр яр та, хĕрне пар. Якейк. Кăмăлна йăвăр илнĕ полсан та, паянхи кон çавăр! Хотя ты и сердита, но забудь это на сегодняшний день! N. Вăл чашка ак епле кăмăлĕсемпе тăваççĕ. ТХКА 58. Çапах кăмăл выçă вара ман. Пурне те ярса илесшĕн эпĕ. || Желание, сердечное предрасположение. РЖСК 2. Ватă (старик) вĕсенĕн кăмăлне тунă (исполнил). Кĕвĕсем. Хăта ярса хăтапа килмесен, вăрласа илес кăмăлăм пур. Собр. Çула çӳрес кăмăлă пулсан, хăнтан вунă хут лайăхрах юлташ тупса кай, теççĕ. (Послов.). Тоскаево. Кăмăл килен пĕр турам, кăмăл юлан çĕр турам, теççĕ. (Послов.). Собр. Кăмăл турам — пĕр турам, теççĕ. (Послов.), ГТТ. Ман кăмăлпа вăл кунта пĕртте ан килтĕрччĕ. Я совсем не хотел бы, чтобы он приехал сюда. Ск. и пред. 95. Мĕншĕн манăн камăла, çав юлашки кăмăла, тумарăн-ши, аттеçĕм? СРОВ 5. Ашшĕ унăн (ее) кăмăлне хирĕç пыман (не препятствозал). Юрк. [Пихампар] чун-мĕн çуралсанах, ăна ăс панă, кăмăл, хастар паyă. И. Е. Ефим. Ку çыру хыççăн тата ярас (послать) кăмăл пур, N. Мĕн чухлĕ пама кăмăлĕ пур? За сколько хочет он отдать? N. Хăй кăмăлĕ хыççăн кай. ЧС. Ĕнтĕ хăй кăмăлĕ: вилет-и, юлат-и — кайса пăрахас перех хутчен (т. е. если он сам хочет, так все равно, пожалуй, отвезти что-ли его в больницу — умрет ли он там, или выздоровеет). Пир. Йал. Вăл ял халăхĕ кăмăлпа памасан, районри çĕр комиççи урлă ыйт. N. Кăмăлпа тунă ĕçре хăвалани вырăна килмест. N. Пурте ку ĕç кăмăлпах (добром) иртсе каять пулĕ, тесе, шухăшланă. N. Парсан, ырă тăвас кăмăл пур; памасан, усал тăвас кăмăл пур. (Сĕрен). Альш. Кăмăлĕсем пурин те уччилнире. Конст. чăв. Эпĕ вăсене пĕтĕм ялтан-йышран салам калăп; вăсем те, кăмăлĕсенче пулсан, салам каласа ярĕç хурăнташĕ-ăрăвĕсене. Якейк. Кăмăлне кирлĕ таран вăл паломми толтарчĕ (сколько ему угодно было, столько нарвал). Трхбл. Ĕнтĕ кăмăлăр пысăк, кăмăлăр пысăк (ваши сердечные запросы, требования велики); кăмăлăр юлсан епле тупам-ши? Юрк. † Сарă хĕр, сирĕн кăмăлăр пит пысăк, кама каяссине пĕлетре? Хурамал. † Çынсен кăмăль (запросы) пит пысăк; эпир уна кӳрес çук, кӳрсен, кӳрĕ ырă çын. ЧП. Кăмăлăрсем пысăк (вы горды) — юраймăп. Тим. † Ай-уй, савнă тусăм, хура куçăм! кăмăлăрсем пысăк пулсассăн, пирĕн, тус тусассăн, урăх та пур (найдем другого друга). || Свойство характера. N. † Манăн кăмăлăма эсĕ ху та чухларăн пулĕ, апла çынсене эпĕ питех мухтамастăп. N. Кăмăлĕ аслă унăн. ЧП. Йăвăр сăмахăра ан калăр: кăмăлăм çемçелчĕ, чăтаймăп. Собр. † Акка, санăн кăмăлу пит аван, мĕн курассисене пĕлетре? Юрк. Вĕсем те ăна, усал кăмăлне пĕлсе, кахала, нимĕн те памаççĕ. Хора-к. Кăмăла кора тор парать; (Поверье). Н. Пинер. Кăмăла пысăк тытсассăн, кăмăла çилпе хуса çитес çук. (Послов.). Юрк. † Кăмăлăр лайăх — юрлаймăп. Якейк. † Кĕмĕл çĕрĕ кăмăлăм; тохса, ӳксе çохаласран ыр хĕр илсе тăхăнинч. (Солд. п). Н. Карм. † Манăн кăмăлăмсем пит хытă мар, часах юлĕ, сиввĕн пăхсассăн. || Настроение. Иревли. Халĕ ĕнтĕ куратăпах (непременно увижусь), тесе, хуларан тухса кайрăм, кăмăла çĕклентерсе. Е. Орлова. Манăн паян кăмăл лайăх. У меня сегодня хорошее настроение. N. Ачасен кăмăлне (кăмăлĕсене) ан пăс. Не расстраивай (не обижай) детей. || Удовольствие. ТХКА 23. Этем ӳтпе тăрăнса ларап та эпĕ, юн сăхатăп; ман мĕн пур кăмăл çавăнта, тет сăвăсĕ (клещ). || В зн. послелога. ЧП. Юрлассăм килсе юрламастăп, пĕр сирĕн кăмăлшăн (ради вас) юрлатăп. Якейк. Эп çакăнта ма килтĕм? — Пичипа инки кăмăлне.

кăмăл кӳр

угодить. АПП. † Çак тăвансен кăмăлне никам кӳмесен те, хам кӳрĕп. Ир. Сывл. 16. Куççуль тăкса çӳресех пурнăç кăмăл кӳмĕ-çке. Н. Карм. † Аслă çынсем аслă, кăмăлĕ пысăк, ун кăмăлне эпир кӳрес çук.

кăмăлла

одобрять, принять, симпатизировать, probare. Сам. 27. Сана хапсăнса кăмăллас та çук! Беседы на м.г. Çак выртакан выранăм (постель) çинче эпĕ йĕре-йĕре куççӳлĕ юхтарнине кăмăлласа ил! Тет. Кама кăмăллать, çавна илтĕр! Пусть берет ту (невесту), которая ему нравится. Изамб. Т. Ул ача çав хĕре камăллат (любит). Ib. Çав евчĕ тупакан ачана кăмăллатна (нравится ли он тебе)? тесе ыйтаççĕ (у девушки). || Оказать внимание, сочувствие. Шурăм-п. Çынна: лар, тесе, кăмăллам (= уншăн лайăх пулам), темерĕ ĕнтĕ вăл. Он не подумал о том, что этот человек шел и устал и что надо предложить ему сесть и тем оказать ему внимание. N. Ати темпе пит хавшаса çитрĕ (совсем близок к смерти), эс те пулин пырса кăмăлла хăт. || Желать. N. Кунта мана вăл хам чĕре кăмăлланă вырăна тупсах пачĕ.

кăмăллă

добрый; симпатичный, приятный. Юрк. † Урпанăн сăрисем, ай, кăпăклă, пирĕн çак тăвансем кăмăллă (добрые). Ib. † Сирĕн сăрăрсем хăмлалă, килĕре килнĕ хăнăрсем кăмаллă. Скотолеч. 3. Кăмăллă (смирная и пр.) лаша пынă çĕртех чарăнсан... СТИК. Пĕр те çын кăмăллă çын мар (человек не возбуждающий к себе симпатии, недобрый), кашкăрла пăхат (нелюдим, дик). || Ласковый, любезный. Пшкрт. и др. || Каша. Кăмăллă кун, приятная погода. || Пшкрт. Кăмăллă çын, любезный, любящий человек. || Довольный. Юрк. Митюк, тепле ĕçлеме ӳркенсен те, пăрачĕ (брат) пулăшнипе пăртак кăмăллăрах çӳрет. || Приятно. Ст. Шаймурз. † Юрла-юрла ĕçме кăмăллă (приятно). С. Алг. † Урайăрсем тикĕс пулсассăн, çӳпписене шăлма кăмăллă. N. Вара çăварăмри сăмахăмсем, ăшăмри шухăшăмсем ялан санăн умăнта кăмăллă пулĕччĕç. N. Манăн юррăм ăна кăмăллă пултăр. N. Халĕ эпĕ хам та, чипер йĕркеллĕ пурăнсан, питĕ кăмăллă пурăнатăп (т. е. мне всего хватает, я не тужу). || Сердечно. N. Пĕр хăй шухăшланă кун, ирхине ирех, кăмăллă асăнса, пĕр чукунпа пăтă пĕçереççĕ. || Ласково. Сред. Юм. Хăй патне хăнана кайсан, пит кăмăллă пăхать. N. Кăмăллă поплет. Говорит ласково.

кăмăл пăс

расстраивать (кого). N. Мĕншĕн эсир çак арăм кăмăчне пăсатăр? (faites de la peine).

кăмăлсăр

неприятный. N. Мăн кăмăллă çынна епле йăвашлăх кăмăлсăр, çавăн пекех мĕскĕн те пуян кăмăлне килмест. || Неприветливо. Юрк. Ячĕ, тет, ку вĕсене хирĕç кăмăлсăр кăна калаçса. || Недовольный; неразговорчивый. ГТТ. || Обиженный. Юрк. † Лаша лайăх, тесе, çынран иртсе тухас (у др. каяс) мар, çын ĕмĕтне татас мар! Варли хитре, тесе, çын арăмне тиркес мар, çынна кăмăлсăр тăвас мар (не надо обижать). Чураль-к. † Çӳлĕ тăвăн айĕнче с(ă)мавар вĕрет кăрмăксăр; эп çак ялтан тухса кайсан, варли юлать кăмăлсăр. N. † Эпир урампа иртнĕ чухне савни юлат кăмăлсăр.

кăмăл тулни

удовлетворение, довольство. См. сăптăр. Емельк. † Лартăм атте-анне килĕнче, атте-анне кăмăлĕ туличчен те, хам (надо: хамăн) кăмăл тулмарĕ. Пазух. Ай-хай пĕр аттеçĕм, пĕр аннеçĕм, куçпа курса кăмăлăм, ай, тулмарĕ! ТММ. Пулчĕ! кăмăл тулчĕ. Янтик. † Эпирех килтĕмĕр — кил тулчĕ, çак хăтанăн кăмăл тин тулчĕ. ЧП. Утăн юлнă кăмăлĕ тулмĕ-шин? Туй. Ей хăта, тулчи кăмăлăр? тет. Кунтан (ытла) сăмахăм çук, тет. N. † Сирĕн юлнă кăмăл тулмĕ-шин? Не заглажу-ли я свою вину против вас? Альш. † Калас сăмаха калаймарăм çамрăк кăмăл тулнăран. Бугульм. † Такçан килмен тăван(çăм) халĕ килчĕ, тахçан юлнă кăмăлçăм тин тулчĕ. N. Хур курнă чух, инкекре чух, хăваланă, хĕсĕрленĕ чух, манăн кăмăлăм тулса тăрать; мĕншĕн тесен эпĕ хăçан халсăр, çавăн чухне хăватлă. N. Унпала кăмăл тулса тăрать, пит-куç савăнăçлă çӳрет.

кăмăл хытар

скрепить сердце. N. Çак тӳсейми асапа, кăмăла хытарса (скрепя сердце), чăтса тăрăттăм. || Ожесточать. Юрк. † Ан тухăр, хĕрсем, тумланса, арăмсенĕн кăмăлне хытарса.

кăмрăк

(кŏмрŏк, кы̆мры̆к), уголь. ТММ. Шывра путмаст, çĕрте çĕрмест. (Кăмрăк). Кильд. † Лавккара та смавар вĕретĕ-çке, пырса, кăмрăк ярса пулмарĕ. («Выражает сожаление, что он не мог положить угля. Пырса, сăмах хушса, пулмарĕ — тоже сожаление»). Янбулат. † Кăмрăк чăпти (куль с углями) мĕн тĕслĕ, çак ен хĕрсем çавăн тĕслĕ. Юрк. Арăмĕ сăмавара кăмрăк тултаракан çĕре (в трубу) шыв тултарнине курсан, шарт тĕлĕнсе: эх, арăм! Эсĕ чей ĕçме мар, сăмавар лартма та (и ставить то) пĕлместĕн-çке! тет. Т. VI. 9. Тăватă кăмрăкран ырăлăхне пар, çын куçĕнчен, усал хаяр куçран пулсан, турă ырăлăхне пар. (Заклинание).

кăнăçтар

понуд ф. от кăнăç. Сред. Юм. Пĕрехмай йĕрет çак ача, ним парса та кăнăçтармалла мар. || Ordiri, положить начало (тканью). Сред. Юм. Пир тĕртме пуçласа, кăнăçтарса хôрасчĕ. Ib. Пире кăнăçтарса хотăм, тесе, тĕртме пуçласа хôтăм, тессине калаççĕ.

кăпăр-капăр

(кŏбŏр к̚абы̆р, кы̆бы̆р-к̚абы̆р), подр. гременью. Альш. Тула тухаттăмччĕ; пăлтăрта темĕскер кăпăр-капăр! турĕ те (загремело), сехрем хăпрĕ. || Быстро, живо, на скорую руку. ЩС. Кăпăр (кŏбŏр)-капăр анчах пуçтарăнса карĕ. Юрк. Пӳрте кĕрсен, кăпăр-капăр часах кĕлтуса илсен, пăраçникпе тав туса, кĕлтунăшăн укçа та илсен, епле килнĕ, çапла часах эрттиллипе кăпăртатса тухса та каяççĕ. Ib. Алăкĕ уçă выртнине курсан, пӳртрен сиксе тухса, тӳрех маччана кăпăр-капăр улăхса каят. Ib. Ун сассине илтсен, çывăракан салтаккисем те, вăранса кайса, кăпăр-капăр (проворно) сиксе тăрса, пăшалĕсене йăтса, лешин хыçĕнчен: ура! ура! ура! тесе, кăшкăрса чупа пуçлаççĕ. Сред. Юм. Эпĕ эс тухса кайнине сисмен те, как пырса каласанах, кăпăр-капăр ĕçе пăрахап та, тухса чупап хăвăртрах. Шел. 140. Кăпар-капăр тумланăр, çăвăр питĕр-куçăра! Ib. 73. Кăпăр-капăр çиелти тумтирĕсене хывса... акатуй тăваççĕ. Никит. Паçук хăвăрт сиксе тăчĕ те, кăпăр-капăр питсем çуса, выльăхсене урама хăваласа тухрĕ. Илебар. Çак хĕрсем ачана кăпăр-капăр кăларса пытарчĕç, тет. Халапсем 34. Пăрушĕ те, хăраса: мук! тесе кăшкăрса, кăпăр-капăр пӳртрен, салтака тĕртсе ӳкерсе, тула, урама, тухса каять. N. Кăпăр-капăр кайса килем-ха çавăнта! N. Вăл ĕçе кăпăр-капăр туса пăрахас пулат. || Кое-как (в частности, напр. с плохою упряжью), попросту. Изванк. Çавăнпа пичче пĕр кунне çав Кукша Майрана (старуху-йомзю) илме лаша кӳлсе, шăнкăрав çакса кайрĕ. Кăпăр-капăр кайсан, вăл çиленет; мана кусем этем вырăнне хумаççĕ, тесе, юсас вырăнне пăсса хăварасран хăраççĕ. Çавăнпа ăна пит йăпăлтатаççĕ. СПВВ. ИА. Япалана кăпăр-капăр тыткаласан, час ванать. (Так в Сред. Юм.). || Скарб; хлам. Сред. Юм. Кăпăр-капăр, домашние мелкие-предметы. Ib. Кирек мĕн кăпăр-капăр япаласĕм тем чôл япăхса выртаç кил карче (= кил картинче). N. Кăпăр-капăр япаласене сĕре (зря) лартса çĕртсе ан яр. (Письмо). СПВВ КС. Вăрмана кăпăр-капăр вĕт-шак пухма каятăп, теççĕ; вăл вĕт çапсене, унта çĕрĕк-çарăк вутсене пухма кайни пулать. ПВЧ. 115. Кăпăр-капăр катан пир, пăр (= пĕр) аршăн, та кирлĕ мар, çур аршăн та кирлĕ мар. N. † Кăпăр-капăр кач-таки. || Старые и малые. Орау. Кăпăр (кŏбŏр)-капăр — стариксем, вĕт ачасем анчах.

кăптăр-каптăр

(кŏптŏр-к̚апты̆р, кы̆пты̆р-к̚апты̆р), подр. неодинаковому тупому стуку (напр. деревянной вещи). Синьял. † Çак ял хапхи — хуп хапха; эпир килсе кĕнĕ чух кăптăр-каптăр! туса юлчĕ (о плохих деревянных воротах). Ib. † Кăптăр-каптăр каптăрка, пур каптăрка (хлам о людях) çак ялта. Мусир. † Виç кĕпер те (все три моста) — хуп кĕпер; эпир каçса килнĕ чух кăптăр-каптăр! тăва юлчĕ. Альш. Кĕлетре темĕскер кăптăр-каптăр! турĕ (глухой стук). Тюрл. Кăптăр-каптăр! персанчĕ (упало, напр., моклашка). Хорачка. Кăптăр-каптăр ӳкрĕ, вилчĕ. Свалился от ничтожной причины («легкость действия»). Хурамал. Пирĕн çурт кăптăр-каптăр ишĕлсе анчĕ (вдруг). Орау. Старике тĕкрĕм те, кăптăр-каптăр (сразу от лёгонького толчка) кайса ӳккĕрĕ. N. Вăл кăптăр-каптăр чикеленсе кайрĕ. Байгул. Ир тăрсан тарçи урама тухма калинккене уçсан, ун умне хай Иван вилли кăптăр-каптăр! ӳке пачĕ, тет. Кĕвĕсем. Кăптăр-каптăр атă кĕлли. || Быстро, живо Торп-к. Хум пуç патне çитсессĕн, йыт çӳри шăпăр айне кăптăр-каптăр кĕрсе выртрĕ, тет. || Плохонький? Ск. и пред. 15. Кĕтӳçĕ пӳрчĕ пĕчĕк пӳрт, хый (= хăйă) çуттипе çуталать, кăптăр-каптăр тĕпелте пĕчĕк сĕтел курăнать. || Мелкий скарб. Пшкрт. Кăптăр-каптăрсаня поçтаркалас (-ђалас).

кăптăр-коптăр

то же, что кăптăр-каптăр. Завражн. † Кăптăр-коптăр шыв корки (деревянный ковш), çак ял хĕрсем — шыв корки; эпир тохсă кайнă чох коптăртатса тăрса йолчĕç. Перев. см. МКП 121.

кăрăнлаттар

понуд. ф. от гл. кăрăнлат. КС. Шăппăрăç мăн шăппăрне кăрăнлаттарчĕ (играл звучно, громко, мощно приятно). Ib. Вăл кĕслеç ука хĕлĕхне ытлă кăрăнлаттарса калать. Кан. Çак юрра виçĕ сăкман тăхăннăскерсем кăрăнлаттарса пӳрте кĕрсе карĕç. || Звонить. КС. Чӳркӳ хуралçи мăн чана кăрăнлаттарчĕ. Ib. Чанне кăрăнлаттарать (звонит).

кăрмăк

(кŏрмŏк, кы̆рмы̆к), уголь. Чертаг. и др. См. кăмрăк. Чураль-к. † Çӳлĕ тăвăн айĕнче сăмавăр вĕрет кăрмăксăр; эп çак ялтан тухса кайсан, варли юлать кăмăлсăр.

кăртлаттар

подр. ф. от гл. кăртлат. Вутра. 70. Çак шухăшсем чĕрене кăртлаттараççĕ.

кăсамăк курăкĕ

назв. раст. thlaspli arvense. Ст. Чек. Кăсамăк курăкĕ [кĕсен (вар. кăсамăк) чирĕнчен]. См. хаяр вăрри. Ц.И. Орл. Кăсамăк курĕк. Кăсамăк тесе, ачасене сарă шывлă кĕсен тухат пичĕсене, çавна калаççĕ, уна ярас пулсан, çак курăка вĕретсе, ун шывĕпе çăваççĕ.

кăçаллăх

на нынешний год. КС. Утар. Эпĕ кăçаллăха анчах çапла (т. е. скупо) пурнатăп та (проживу), çак çитес кĕркунне çитсен, пĕр çĕр теннĕк (чит. тенк) ытларах укçа тытма шутларам выльăхсенчен. N. Каçаллăха та хăвар-ха ăна. Оставь его и на этот год. N. Эсĕ кăçаллăха кунта юл-ха, терĕç.

кăтарт

(кы̆дарт, ктарт), показывать. Альш. Иванкка Петĕрĕ, авланнă чухне хальхи арăмне йыснăшне кăтартнă, тет. Регули 686. Хăшне тытмаллине кăтартам. Ib. Хăш утне тытассине кăтартрăм. Ст. Чек. Кăтартса пăхам (покажу) çак çынна, илмĕ-и (илми); пурĕ-пĕр (всĕ равно) сутмалла вĕт. Ib. Кăтартса парам-ха вăсене! Проучу-ка их! К.-Кушки. Куçĕ ылмаш кăтартат. У него косые глаза. Срв. Кăмак-к. Куçĕсем пĕр пек кормаççĕ. У него глаза видят не одинаково. N. Çак кинĕ хунямăшне, хуняшшĕне хисеплет, вĕсем умĕнче урине кăтартмасть, пуçне те кăтартмасть. Тогаево. Пĕр чĕлхесĕр старик тăчĕ те, мана пĕрре аллипе темскер туса кăтартрĕ (показал жестом), тепре чĕлхиçне кăтартрĕ. Сятра. Коç шоррине кăтартса (вылупив зенки, напр. — браниться). Юрк. Епле çӳретĕн, кăтарт халĕ! тет. N. Ăна ачасем, нихçан çимесĕр антăхнăскерсем, кăтартса та хăвармаççĕ (съедают все до чиста), пĕр наччасрах пуçтарса çисе пĕтереççĕ. Ала 54°. Çуртсем енне (в сторону строений) кăтартса... Альш. Тĕттĕм кăтартакан кĕленче (о стекле: закопченное, залежавшееся, принявшее мутную окраску). Орау. Тытсан (если поймаю), аçа çапман пуçна, кăтартăп ак (задам тебе), пит вĕрсе тăр-ха! (= полай-ка еще!) || Казаться. Торп-к. Çын аллинчи япала пит пысăкăн кăтартать, теççĕ. Ачач 39. Те хăй лутраран, кĕлетки сарлакарах кăтартать. N. Эсĕ çамрăк кăтартатăн, теççĕ. || Предвещать, обьяснять. Кратк. расск. Санăн тĕлĕкӳсем икĕш те пĕр япаланах кăтартаççĕ. Юрк. Пĕрев хăй хуçине укçисене ăçта-ăçта салатнине хисеп (отчет) панă. Çав хисепĕнче вăрттăн хăне (= хăйне) илнĕ укçисене ялан хама валли атă илтĕм, тесе, кăтартнă. || «Привести». Юрк. Анӳ вилнине пĕлсен, пит шеллерĕм; ун пек вилĕм таврашне турă ан кăтарттăр. || Оказывать, причинять. N. Эсĕ темĕн чухлĕ ырăлăх кăтартнине асăнса калаçĕç. Истор. 143. Эсĕ пире халиччен курман асапсене кăтартатăн. N. Ют халăхсене йывăрлăх кăтартса, хăваласа янă. N. Кушака ан хурлăх кăтарт. Не мучь кошку. Ачач 78. Çавăн пек кăтартрĕ (проучил, показал кузькину мать) мана Ишек юрри! (см. Ib. 76). БАБ. Халăхсем вара: темĕн кăтартса тăрĕ (от колдуна бог знает что увидишь), тесе, хăй вилсен виçĕ эрнерен, пĕр çĕре пуçтарăнчĕçĕ те, масар çине кайрĕçĕ. Кан. Кам çурт вырăнĕ йышăннисене, çурт лартмасăр, пахчапа усă кăтартмастпăр (не позволяем пользоваться), теççĕ пухăра. || В качестве вспомог. гл. Ачач 19. Униççе аппа! Ярса кăтарт-ха юмах. Ib. 18. Ĕмĕрлĕхе çывăрма выртнăскере, сăмахсем те каласа чĕнет вăл. Анчах сӳннĕ куçсем урăх никама та курмаççĕ çав. Тепĕр хут уçăлса кăтартмаççĕ вĕсем. Ib. 100. Çамрăк ывăлĕ те, итлекен ача пек пулса, амăшне савăнтармалла кулса кăтартнă вара. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ шкула килсессĕн, хам пурăнăç çинчен кала-кала кăтартрăм. N. Хамăр хуларах выртрăм, ну только киле ярса кăтартмарĕç (не пустили свидеться с родными). N. Ӳсĕрĕлсе кăтартмарăм. Я ни разу не показался пьяным. Кан. Пĕрер пăт патне хăмли пулса кăтартрĕ (уродилось с пуд). Ib. Пĕлтĕр Волынь хăмли пулса кăтартайманччĕ. Кăçал лайăх пулса кăтартрĕ, пиçсе те çитрĕ. N. Лайăхрах ĕнентересшĕн (чтобы убедить), пĕтĕм çынсем умĕнче Хритун урхамах та, хурчăка та, ăмăрткайăк та пулса кăтартрĕ, тет.

кăчă-мăчă

(кы̆ζ'ы̆-мы̆ζ'ы̆). подр. морганию. Кан. Кăчă-мăчă (опечатка?) тукаласа, туртăнкаласа тăмасăрах, пĕр куна та ямасăр, çак ĕçе (это дело) малалла тĕксе ямалла (надо продвинуть). Н. Уз. Мĕн куçна кăчă-мăчă хупан (моргаешь)?

кăш

неизв. сл. Бур. † Хура вăрман витĕр тухнă чух, кăш çĕлĕкĕм ӳксе çухалчĕ. Кăш çĕлĕкĕм асăма килме-çке, çак тăвансем асран кайма-çке! || Трхбл. Хусантăн илтĕм хура алса туль, аллăм енне кăш çӳремест.

кăшкаç

(кы̆шкас'), лопатка для точки. СПВВ. КМ. Кăшкаç — лопатка. Кан. 1925, № 162. Лавккара купи-купи хаклă пурçăн тутăрсем, сехетсем, çава кăшкаç (лапатка), турилке. Çак таварсем çур лавкка.

кăшман

(кŏшман, кы̆шман), редька. Коракыш. † Пуçламан личке кăмăльне сакăр кăшман илтĕмĕр. Юрк. † Çурт хыçăрти пахчăртан кăларăр-парăр кăшманра, çиме-çимĕç çукĕ-çке. Шурăм-п. № 8. Ку вăхăтра хăшĕ кăшман кăлармалла вылянă. Пурте, пĕр-пĕрин арки çине ларса, пĕр-пĕрне хыттăн тытрĕç. Иккĕн çак ачасем умне тăчĕç те, ачасене аллисенчен туртса кăларма пуçларĕç. Хăйсем пурте, сатурланса: тăм та ӳкет, юр та çăвать, кăлараймаçть, кăлараймаçть! тесе юрлаççĕ. || Ласковое обозначение ребенка. Сред. Юм. Ха, ман кăшмансĕм епле еречĕпе ларса тôхнă! (ман пĕчик ачасĕм еречĕпе ларса тôхнă, тессине калаççĕ).

кăштăрка

(кы̆шты̆рга), лохматый. Собр. † Пуç çурăм, шур пир кĕпи тăхăнтăм, уличана карăм та, уткаласа çӳрерĕм. Те пуçĕ кăштăрки, те кĕпи чалăшши, çавăнпа пире пăхмарĕç. || Мешкотный. Сред. Юм. Ытла та пит кăштăрка çак эсĕ, çавăнпа эпĕ ку таранччин аппаланса ларăп-и ĕнтĕ! || «Разнородный». МПП. Ку кăштăрка халăхпа аптăрамалла! Сятра: кŏштŏрђа, смешанный с сором. || Шероховатый (скошенный луг, дорога с засохшей на ней грязью).

кăштăртаттар

понуд. ф. от гл. кăштăртат. Тюрл. Мĕн кăштăртаттарса выртан? Сред. Юм. Эп сисмен те: кам алăк уçса кĕрет çак? тетĕп. Çавăрнса пăхап — ыйткалакан кăштăртаттарса кĕре парать («Послышался легкий шум шагов, или шум от одежды, или оттого, что он почесывался»).

кĕв

(кэ̆в), подр. сильному запаху. СТИК. Çак пӳртре кашни кĕмессерен темĕскерле усал шăршă сăмсана кĕв кĕрет: сывлама çук! || Подр. ощущению ужаса. Изамб. Т. Пăр кайнă чухне чуна кĕв туйăнса карĕ. См. кӳ.

кĕвĕç

(кэ̆вэ̆с'), завидовать, ревновать. Изамб. Т. Икĕ кин пулсан, пĕрне пăятамăш (свекровь) юратсан, тепĕрне юратмасан, юратман кинĕ кĕвĕçет (недовольна). N. Пуринчен ытла апла ĕçекен, кĕвĕçекен çынсем хăтланаççĕ. Мухаммед. Ытти арăмĕсем, кĕвĕçсе, пĕр канашлă пулнă. N. Çак кай-ранхи хăй кӳршинчен кĕвĕçе пуçланă. Турх. Мĕшĕн шухăшла пĕлмесĕр, тивĕçсĕре кĕвĕçетĕн? Ткрл. Матки опăшкинчен кĕвĕçет (ревнует). Сред. Юм. Эпир иккĕн тӳр (дружно) пôрăннинчен кĕвĕçет. Ib. Эпир иксĕмĕр тӳр пôрăннине кôраймасăр, кĕвĕçсе çӳрет вит ôлă. Микушк. † Ялта сарă ачана тус турăм, тăшмансем кĕвеçсе сивĕтрĕç (разлучили по зависти). Баран. Кĕвĕçмесĕр, ăмсанмасăр калаçса ирттереймен. N. Хăвăнтан кайран килнисене кĕвĕçмен (ты). N. Хăвна (с дат!) кĕвĕçекентен шухăшланă шухăшна пытарса тăр. М. Васильев № 3, 25. Кайран-кайран этемрен те пит шуйттан кĕвĕçнĕ. || Сердиться, быть недовольным, ругаться. Кан. Çывăрма канни çук!.. тесе кĕвĕçет. Ib. Пăх-ха... вăхăчĕпе сĕллине те, утине те, улăмне те, пăтратнине те çинех ĕнтĕ ку лаша... а мĕн усси? тесе, кӳршĕ те лашипе кĕвĕçсе çапăçса илчĕ. Ib. Кашни çынтан: килсе çӳренĕ тăкакшăн, тесе, икшер тенкĕ пухма тăрăшса кĕвĕçрĕ. Сам. 75. Ятлаçать хăй, тарăхса, ват лашине кĕвĕçет. Ст. Чек. Кунĕн-çĕрĕн кĕвĕçсе çӳрет (ходит, надувши губы); сăмах калама çук, вăрçма тытăнат. Ib. Кĕвĕçсĕ çӳрет. Ругается ни с того, ни с сего. Хурамал. Хăй ăшĕнче çиленсе, чĕнмесĕр çӳрекен çынна: хăйне хăй кĕвĕçсе çӳрет, теççĕ. Завражн. Окçа кĕвĕçсе çӳрет?

кĕллентер

(-дэр), понуд ф. от гл. кĕллен. Юрк. † Çак уярăн тусанĕ кĕллентерчĕ (как бы обратила в золу) кĕçĕн урама. Сам 30. Хаяр революци, хĕрсе, тĕлкĕшсе, хĕн-хур тĕнчине кĕллентернĕ чухне, чăваш ĕççынни те часах вăй илсе: этем-çке-мен эп те! — терĕ вăл хăйне.

кĕлетке

(к'ӧ̆л'эт'к'э, ӧ̆ совсем мало заметно; кэ̆л'эткэ), тело. КС. N. Е тата, лĕп (тепловатую) шыв туса, пуçĕсене те, кĕлеткисене те çăва-çăва янă вăл. || Туловище. Панклеи. Кĕлеткине (её) алăк солли çомне тăраттĕрç. (Сказка). ЧП. Кӳмме çинче кĕлетки, ларкăч çинче купарчи. Н. Карм. Юлхав çынна калаççĕ: кĕлеткипе кăна усăнса çӳрет! теççĕ. Чураль-к. Кĕлеткинчен хӳри вăрăм. (Чакак). || Внешний вид, внешность. Панклеи. † Чипер кĕлетке (туловище) томтир тиркет; пирн чипер мар, тиркемест— йорать пире хора постав. N. Калама та çук çакă хĕрсене, пит чипер сăнĕсем те, кĕлетки-çурăм(ĕ)сем те пит илемлĕ пулнă, тет. Шибач. † Вăрманта вăрăм йăвăçне шулчинченех палатпăр; хамăрпа варлă хĕрсене кĕлеткинчен палатпăр. Сĕт-к. Кĕлетки хӳхĕм (стройный высокий). Орау. Лашин кĕлетки пур та (корпусом ничего, но...), хăй питĕ хавшак (çемçе). N. † Çит хĕврилĕ хĕр куртăм; çит хĕврийĕ çитмĕл сум, алли-ури утмăл сум, хĕр кĕлетки хĕрĕх сум. СТИК. Кĕлеткине курас килмест. Мне и смотреть на него противно. Ib. Сĕтел кĕлетки тукаласа хунă. Сделал нечто похожее на стол. Сĕт-к. † Çын хорланă кĕлетки тин мохтава тохас çок. Кан. Çĕр çăтман кĕлеткӳне! (Бранит лошадь, которая испугалась пеньков). М. Тув. Кĕлетки-çурăм çурта пек. || Вид, фигура, изображение, статуя, отпечаток, идол. Изамб. Т. Эй, кĕлетке (идол), çавна та пĕлместĕн! Истор. Вăрманта кĕлеткесем патĕнче вĕсем пĕр сӳнтермесĕр вут çунтарса тăнă. N. Этем ăсталаса кĕлеткене кӳнĕ (обделанный в виде...) чул. ДФФ. Амăшĕ, чирлĕ ачине вилĕмрен хăтарасшĕн, юмăçсем вĕрентнĕ тăрăх, чирлĕ ачи вырăнне чустаран ача кĕлетки туса, ăна вилнĕ çынна тумлантарнă пек тумлантарса, шăтăка кайса пытаратьчĕ. Орау. Леш енче, шыв çине йăвăç кĕлетки (тени, фигуры) ӳкнĕ таран, кимĕпе çӳрени курăнмаçть. Альш. † Шурти шурă тунката — чисти этем кĕлетки. Т. VI. Кĕшерни каç салтака каяс ачасем шыв çине тăхлан шăратса яраççĕ те, пăшал (ружье) кĕлетки пек пулсассăн, салтака каяс пулат, теççĕ. Бгтр. Ĕлĕкрех, апат çисен, кĕлетке тума каятьчĕç. Юр таса çĕре каятьчĕç те, унта месерле выртса, кĕлетке (отпечаток) туса хăваратьчĕç; тепĕр кунне, ирех кайса, пăхатьчĕç. Камăн кĕлеткине йытă, е кĕрĕк (= кирек) мĕн таптанă, вараланă пулсан, çав вилет, тетчĕç. Халĕ пирĕн апла тума пăрахнă. (Вечером, в день рождества). Якейк. Кам та полин пăсăлсан, ора йохма ерсе кайсан, çăпан тохсан, тата ытти чирсем çынна тапăнсан, чостаран çын клеткисам, е поканя туса, чостаранах лашасам туса, вăлсене кӳлсе, пиçнĕ хăмлапа салатпа, тăварпа, салакайăк çăмартипа çăл котсене, вар вĕçсене кайса: çак тĕлтрен иртсе кайнă чох çакăнти шу, çакăнти киремет тытрĕ полĕ, тесе, прахаççĕ. Зап. ВНО. Алсăр, урасăр, кĕлеткесем ӳкерет. (Сивĕ). N. Эп те кĕлеткене (портрет, фотографию) ӳкерттерсе ярăп. Ск. и пред. 103. Илемсĕр пӳрт кĕлеткинчен пăрăнтарать сăн-пуçа, N. Ун çинчен (об этом) кунта алă кĕлетки (рисунок руки) те укерсе кăтартнă. || Привидение. Изванк. Çул çинче вилнĕ çынсем кĕлеткен он курăнччăр, тесе, хăшĕ пуçĕсене тутăрсемпе чăркарĕç. (Поминки). Срв. мĕлкĕ. || Портрет, фотографический снимок. N. Манăн çӳл енчи (верховых) чăвашсенĕн кĕлеткине (фотографию) илес килет. Юрк. Унтан тата кĕлеткесем (портрет, картины) тума тытăнсан, вĕсене те темĕн тĕрлĕ (замечательно) çырат, пит аван художник.

кĕлĕ

(к'э̆л'э̆), моленье; молитва. Туй. Кĕлле маçтăр çын, знаток молитвы. || Хорошее пожелание. Т. VI, 62. Урăх сире нимĕн те кала пĕлместĕп, манăн кĕллĕм çак таранччен анчах. || Церковная служба. НАК. Сурăх-ури кунĕ, кĕлĕрен тухсассăн, вара кашни çын патĕнче ĕссĕр çынсем юрланă сасăсем илтĕнеççĕ. Тимяши. Акă çурçĕр тĕлĕнче кĕлĕ тытăнчĕ. Альш. Пĕр-ик кунтан Пукрав кĕлли кунĕ тенĕ чухне, е чăн Пукрав кунĕ... Ib. Хăятран тавăрăнаççĕ, кĕлли кунĕ (в день престольного праздника, 16 июня). Ib. Праçникĕн кĕлли кунĕ. В день службы во имя праздника. Ходар. Çапла хăтланса, вăлсем мăнкун ирхи кĕллине чан çапачченех çӳреççĕ (вирĕм ачисем). || Назв. божеств. Т. VI, 72... Унтан хăрпан, хĕрлĕ çырла (?), кĕлĕ, мăн кĕлĕ, çуртри Аслă кĕлĕ, вăталăх кĕлĕ, кĕçĕн кĕлĕ, Такталăри кĕçĕн кĕлĕ, аслă Сĕнче çинчи кĕлĕ, Илюха-хун хĕр тăвĕ, кĕмĕл султан кукрĕнчи кĕлĕ (здесь сохраняю правоп. оригинала), хура кӳл çинчи, хура шыв çинчи кĕлĕсем, çилпе пыран кĕлĕ, çилпе çӳрен кĕлĕ, выляса пыран кĕлĕ, выляса пыран кĕлĕ амăшĕ, иртсе пыран кĕлĕ, иртсе пыран ырă амăшĕ, тивни пур-тăр, тименни пур-тăр, çитни пур-тăр, çитменни пур-тăр — кĕлтăватпăр ăшă питпе, тутлă чĕлхепе. Ib. Шыв çинчи кĕламăшĕ, шывçинчи кĕлĕ. Ст. Яха-к. Унтан тата хыçалти тăватă кĕлле пилĕкшер нухрат илсе пăрахас пулат. (Туй таврашĕ тасаттарни). Ib. Çук ĕнтĕ, сире ни киремет, ни кĕлĕ, ни çăлкуç тытман («не схватил»). Изванк. Тĕп-сакане ак çакăнпа çуртăсем лартаççĕ: малтан вилнĕ çынсем, пиханпарсем (так!), хĕрт-сортсем, кĕлĕсем, килсе, тĕп-саканче сыхласа тăраççĕ, теççĕ (во время «çĕр тавраш»). Яргуньк. Лашасем чирлесен е вилсен, юмăçа кайнă. Юмăç каланă: кĕлĕ çинче е килемет (так!) çинче çĕмел çĕмĕрн(ĕ), тесе каланă. ЧС. Çав киремете пирĕн ялсем: чăн аслă, хаяр кĕлĕ, тесе пит хĕсеплесе тăраççĕ. Paas. Кĕлĕ — дух мольбища.

кĕлте тултар

(-дар), дожинать на сноп. Собр. Çак ашшĕ кĕлте тултарса юлчĕ, тет. (остался дожинать на сноп).

кĕмĕл

(кэ̆мэ̆л, к'ӧ̆мӧл, к'э̃мэ̃л'), серебро. N. † Лапăсем тăрăх шыв юхать, аякран кĕмĕл пек курăнать. Орау. Кĕмĕл пек тасатма пулин, пар, турă (т. е. хлеб, при веянии). N. Вăл япала кĕмĕл пулас пек калаçаççĕ. Говорят, будто эта вещь серебряная. N. Çак çĕрĕсем (кольца) кĕмĕл-и? Сала 363°. Çав ылттăн чашки çинче сым (так!) пыл пур; кĕмĕлли çинче тутлă пыл пур; тирки çинче шерпечĕ пур. Таса кĕмĕл укçи, деньги из чистого серебра (но: таса кĕмĕл укçа — не загрязненные, не грязные серебр. деньги). С. Айб. † Кĕçĕн кĕмĕл кĕпер чĕнтĕрлĕ, чĕнтĕр тăрăх пыраççĕ хăла утсем, кĕмĕл-ылттăн йĕнер çийĕнче патшапа пӳлĕх (написано неясно похоже на. «пумĕх») алли пур. N. † Кĕмĕлех те сулă, йĕс каптăрма, пулсан пулĕ Хусан лавккинче. Коракыш. Эй, качака тусăм, пире кĕмĕлсем сысса парăр-ха (vys'er'it'e nam s'er'ebra. Из сказки) Сĕт-к. † Врене шулчи çаврашки кĕмĕk шушне (= шыв ăшне) ӳкес çок; çын хорланă кĕлетки тин мохтава тохас çок. Юрк. †' Кĕмĕл черкке куçăм пур. N. Çуркунне каç-каç шăнтать те, çуртсем çинчен юхакан тăмласам кĕмĕл туя пек шăнса çакăнса тăраççĕ (о сосульках). || Мелкая серебряная монета; серебряные деньги. Кубня. Така турăм (принес в жертву), икĕ мăйракине кĕмĕл çакрăм, каçар. Скотолеч, 33. Вунă пус кĕмĕл пысăкĕш (величиною с серебр. гривенник). N. Ыттисем те хăйсенĕн хутаççисене салта-салта пăхнă; вĕсенĕн те хутаççисенче кĕмĕлĕсем пулнă. N. Ĕлĕкхи кĕмĕлĕрсене калла парăр: вĕсем ăна (их) астумасăр чикнĕ пулĕ сирĕн хутаççăрсене; || Серебряные украшения у чувашских женщин. Янтик. † Кĕçĕр хĕрсем пит çутă, çын кĕмĕлне çакнăран. Кан. Кăпăр-капăр шур япаласен лупашкинчен туртса кăларса, пĕр кĕмĕлне тăсрĕ. Чураль-к. † Манăн умри (на груди) кĕмĕлĕм Атăл çутти пултăр-и; манăн çири чаршавăм Атăл çи(т)ти, ай, пултăр-и! См. чаршав. Альш. «Кĕмĕлсене тултарас» теççĕ. N. Вăхăчĕ вăхăчĕпе арăмăн кĕмĕлне, тумтирне саклата хуратăн. Букв. 1904. Çап-çутă кĕмĕлне-тенкине çакса тултарнă. ТХКА 91. Хĕрарăмсен кăкăр тулли кĕмĕлсем хĕвел çуттипе йăлтăртатаççĕ. ХЛБ. Чĕр кĕмĕл, ртуть.

кĕмсĕртет

(-дэт), грохотать, громыхать; греметь. Paas. Кĕпер кĕмсĕртетет (гремит). Челкаш 9. Тимĕр листисем чул çине таçтан кĕмсĕртетсе ахăрса анни... Ib. IЗ. Кавăнь (гавань) хапхинчен тиеннĕ лавсем кĕмсĕртетсе тухнă. Ib. Çурчĕ (здание) темĕн пек кĕмсĕртетет. Ст. Шаймурз. Эсĕ мĕшĕн çĕрле пит кĕмсĕртетсе çӳрерĕн? КС. Ӳссĕр çын пусма картлашки çинчен (со ступенек) кĕмсĕртетсе (или: кĕмсĕртеттерсе) ӳкрĕ. Ib. Кĕпер урлă урапа кĕмсĕртетсе каçать («стук»). Изамб. Т. Шетнике (кадушку) кустарса кайнă чухне (когда катят), шетник кĕмсĕртетет (гремит). N. Çак кăшкăрнă вăхăтрах (когда я кричал), манăн хурама та (в дупле которого я был) кĕмсĕртетсе кайса ӳкрĕ (повалился.) N. Сасартăках пĕлĕт çинче, темĕн пек хăрушшăн кĕмсĕртетсе, аслати авăтса янă. Якейк. Мăнаçи кĕмсĕртетнĕ сасă илтĕнет. Слышны отдаленные раскаты грома. Янорус. Кĕпери урлă каçнă чух, кĕперĕ питĕ хытă кĕмсĕртетсе юлчĕ.

кĕнеке

(кэ̆н'эгэ, к'э̆н'эг'э), книга. N. Çак кĕнеке çинче мĕн пуррине эп пĕтĕмпех пĕлеп. Якейк. Кĕнеке çинчен тăма та пĕлмеçт. Не может оторваться от книг. Н. Карм. Кĕнекӳ çухалнă санăн! (Говорят, в сердцах, старому человеку: долго не умираешь!). Хорачка. Перĕн чуашăн кĕнекине вольăк çисерсе (съела). Ib. Чуаш кĕнеки = çĕр-хут. (Çĕр хут — одна из четырех отделений пищеварительного аппарата жвачных животных, напр. коровы; оно представляет как бы ряд складок в виде листов книги. Отсюда чувашская поговорка: чăваш кĕнекине ĕне çинĕ. ТММ). N. Çĕр-хут сутăн клсе килсессĕн «ĕне кĕнекине» илсе килтĕм, теççĕ. Питушк. Чăваш кĕкекине ĕне çисе янă. Орау. Урока пĕтĕмпех кĕнеке çинчен пăхса каларăм, ăна уччитлă сисимарĕ (или: сиснĕ). Шурăм-п. Шкулра вĕреннĕ чухне çур питех те аван мар. Кнеке çинчех вăл иртет. Юрк. Кĕнеке çинче мĕн çырнине пĕлсе тăрăр. Ib. Çĕнĕ кĕнеке тухнă тенине илтсен, е курсан, часах çав кĕнекене сутăн илсе, епле çырнине, кам çырнине вуласа пĕлнĕ. Сред. Юм. Кĕнекене уçса хăварсан, шуйттан вôлать, теççĕ. (Поверье). Ib. Ах тор, кôн пик толăксăр ача та полат-мĕн-çке ôлă! кĕнекине ине (=ĕне) чăмланă пôль ôнне! Ib. Кĕнекуна ине çинĕ пôль! («Так называют бестолкового, неразговорчивого человека»). Якейк. Шуйттан воласан, ача (ученик) пĕлми полать. Изамб. Т. Кĕнеки çухалнă япала! Так бранят стариков). СТИК. Шăши кĕнекине вулама карĕ ĕнтĕ ку (т. е. «понес, завел волынку». Говорят о стариках и ворчливых людях). N. Ку кĕнеке тухни (в свет) нумай пулмасть. Слеп. Ватă çынна: санăн кĕнекуна (=кĕнекĕне) шыраççĕ полĕ те, топимаççĕ! Ib. Онăн кĕнеки çĕтнĕ полĕ, вилмеçт полĕ! Орау. Кĕнеке хытти çине хунă кăвак хут (если красная, то «хĕрлĕ хут») хăш-хăш çĕртре уйăрлнă. Известная (синяя, красная) бумага на переплете книги местами поотклеилась. КС. Кунĕн-çĕрĕн кĕнеке çинче (за книгами) ларать. Альш. Мертлĕре тăхăр ял чӳкĕ кĕнеки пур, теççĕ. Дик. леб. Елиса кĕнеке хутве çавăрсанах, çыннисем каялла кĕнеке ăшне, хăйсен вырăнне кĕре-кĕрĕ лараççĕ пек, тет. Ск. и пред. 52. Кĕнеке çинче шуралса тем тĕрлĕ ăса вĕренет. || Поминание. N. Эпĕ вилсен, кĕнеке çине ӳкер.

кĕнекелĕ

кĕнекеллĕ, имеющий книгу(-и). НАК. Пирĕн кĕллĕмĕре илт, эпир кĕнекеллĕ çынсем мар; пĕлни пулĕ, пĕлменни пулĕ — çырлах, теççĕ. (Моленье). Менча Ч. Çак çунатлă хура савса панине савса ил. Пĕлни пуртăр, пĕлменни пуртăр; эпир кĕнекелĕ хăлăх мар, виç сăмахпа та пулин айван ывăла-хĕре хапăл ту, ырă турă, ырă чӳклеме! (Из моленья чӳклеме).

кĕпер

(к'э̆бэр, Пшкрт: кэ̆βӓр), мост. (В Сред. Юм. это слово произносится двояко: кпэр, или кэ̃бэр; в первом случае гласная э̃ совсем не слышится). Зап. ВНО. Алсăр-урасăр шывсем урлă кĕперсем хывать. (Сивĕ). N. Вĕсем кĕпер кутне шыва кĕме анаç. Шемшер. † Пуян çынăн пурăнăçĕ кĕпер урлă каçнă пек; начар çынăн пурнăçĕ тăвайккирен хăпарнă пек. Янорс. Кайсан-кайсан, икĕ çырма урлă каçрăмăр; икĕ çырминче те кĕпер пур. Моштауш. Çав çырмара кĕпер тунă. Çав кĕпер урлă çынсам çоран та, лашапа та каçса çӳреççĕ. Бес. чув. Вăл халĕ, ыттисем пекех, кĕпер урлă чипер каçса кайрĕ; ту çине, çуррине çитиччен, хăпарчĕ те, чарăнчĕ. N. † Вăрман патне кĕпер хурăм (= хыврăм) çырла çеçки нăмайран. Яргуньк. Ир тăчĕç, тит те, ылтăн карлăклă, йĕс кĕперлĕ кĕпер курчĕç, тит. Юрк. Çав вăхăтра Мертлĕ айĕнчи вăрман витĕр çич-сакăр ăлав чикансем тухса, Сĕве кĕпер урлă каçа пуçларĕç. Ib. Кĕпер урлă каçас чухне çав кĕпер умне кăшт пĕр çын пырса тăрат. Якейк. Паянхи çиллĕ çăмăр тырăсене кĕпер пек выртарнă (= çĕр çомнех). Эльборус. Унччен те пулмин, çак кĕпер патне икĕ çын анчĕç. Кан. Кив кĕперĕнне те айккисене (землю с боков) шыв çура (рязмывать) пуçланă. Сюгал-Яуш. Айта леш енне, кĕперпе кайса çавăрăнар, терĕ. || Мостки. Кан. Çыран куçасран кĕпер (мостки) тума тытăннăччĕ. || Помост. В. Олг., Чебокс. † Шыв ăсакан кĕперĕн (у мостков) хăми пуçнех тăтăмăр. Ст. Чек. Урапа çумĕнче кĕпер (у колеса обдирки). || К.-Кушки. Кĕпер панчи ырăсем.

кĕпĕрнаттăр

(кэ̆бэ̆рнатты̆р), губернатор. Изамб. Т. † Çак Исампаль ачисем кĕпĕрнаттăр ывăль пек. АПП. † Кăвак кăвакарчăн урисем кĕпĕрнаттăр вырăс туйисем.. Т. II. Загадки. Кĕпĕрнаттăрăн пуçне тутăрпа туртса çыхнă. (Кăвас чĕресĕ).

кĕпчек

(к'ӧ̆пч'эк'), замок. Чертаг. Çак кĕпчекĕн (самокăн) ушшĕ çухалчĕ. (В Шумерле это слово означает только ступицу),

кĕрсе лар

засесть; вселяться. Юрк. Пӳрт çукки вĕр çĕнĕ хăма витнĕ пӳрте кĕрсе ларат. Изамб. Т. Хăшĕ маларах тухса ларнă (выдвинулись), хăшĕ каярах (взад) кĕрсе ларнă (избы). || N. Çак çаксем пурте (всё это) унта пынă çынсен чунĕсем патнех кĕрсе лараççĕ, ĕмĕрех асăнса пурăнма çитеççĕ.

кĕреке

(кэ̆рэгэ, к'ӧ̆рэг'э), передний угол в избе; место за столом. КС. Кĕрекене ларт, сажать за стол, где угощенье. Ск. и пред. 48. Пĕр пӳлĕмĕнче, чи кĕрекере, ларать çутăлса сăрланă сĕтел. Ст. Чек. Кĕреке не стол, а передний угол. Ib. Кĕрекене сĕтел хушшине арçынсене лартаççĕ. Ib. Кĕреке — в гостях — яствэ, которые ставятся на стол. Эх, ун кĕреки! пирĕн пеккисене унта ларма та çылăх (т. е. мы недостойны). Янтик. Кĕреке — место за столом на стуле, на стороне двери. Вомбу-к. Кĕреке тесе, тор-ом (= турă умĕ, т. е. перед иконой) патнеллине каланă. НАК. Хăйне (его самого), пӳрте илсе кӳртсе, кĕреке хушшине сăра ĕçме кĕртсе лартаççĕ. Г. А. Отрыв. † Кĕреке умне тăрас тесе, хĕр ĕмĕрне хĕрхенмарăм (так!). Бюрг. † Эпĕ хамăн аттемĕн аслă ывăлĕ пулăттăм, кĕреке кутне тăрса юрлăттăм. ППТ. Кашни килрен тухас чухне çуртра ваттисене кĕреке кутне лартса пуççапаççĕ. Юрк. Çак тăванăн ĕçки-çики кĕрекийĕн варринче. Т. Григорьева. † Кĕрекене тăтăм, юрларăм, ваттисем пурне пĕлмерĕм. Сред. Юм. Кĕреке тесе, ĕçкĕ-çикĕре сĕтел умĕнчи вырна (= вырăна) калаççĕ. Ib. Кăш-тепĕр (иной) çын, кĕрекене ларсан, килшӳллĕ, ытлашки чорт-та-пĕр сăмах (вздор) сăмахламас, пит ĕçсе усĕрлмес, çынпа ытлашки сăмахламас, пăхма та илемлĕ («Приличествует сидеть за столом, нарезывая хлеб и управляя столом, едою»). Йӳç. такăнт. 28. Лар-ха, кум, кĕрекенеллерех, йĕркеллĕ пулар... Пиçенер. Пичи кĕреки — мăн кĕреке; кĕреки çине тайăлам-ши (на стол ли мне облокотиться), пичи çине сĕвенем-ши? (прислониться). N. † Аттен кĕреки — мăн кĕреке; кĕреки çине тайлам-ши, атте çине тайлам-ши? Пизип. Ати кĕреки, ай, мăн кĕреки; кĕреки çине, ай, сĕвенем-ши, атти çине, ай, сĕвенем-ши? Т. VI. 61. Çак ĕçкĕшĕн эпир хуçана тайăлас тетпĕр, тесе, кĕрекене пыраççĕ. N. Тăкса кĕрсен, алăк патĕнчи сĕтеле кĕрекене лартаççĕ те, ĕçсе çиеççĕ. N. † Тĕпеле кин кӳртме парăсăнччĕ, кĕрекене кĕрӳ кӳртме парăсăнччĕ. Ала. 102. † Эпĕр хамăр кĕрекере, стаккан тĕпне çолаппăр, пирĕн арăмсам тĕпелте, корка тĕпне çолаççĕ. Ст. Шаймурз. † Савнине лартăпăр кĕрекене, савманнине лартăпăр алăк патне. Н. Лебеж. † Икĕ кĕреке хушшииче вуник курка вылянать. Вуник курка çитменнине сарă алтăрпа ĕçтерет; сарă алтăр çитменнине тутлă чĕлхи йăпатать. ЧП. Кĕрекене сĕтел туртса лартас çук, эпир тăвана çăкăр-тăвар парас çук. Ой-к. Килĕрех, хура халăх, кĕрекене кĕрсе ларăр ĕçме-çиме! БАБ. Кĕрекере пĕр сĕтел ларать. N. Ку кĕрекери ĕçкĕ-ха, куншăн чăвашсем хаярламаççĕ. || Особый точёный деревянный сосуд для пива, употреблявшийся раньше при молениях. Сунчел. Образцы. 37. Сирĕн кĕрекĕрсем пит чĕнтерлĕ — хăш пасарта суйласа илнĕ-ши? Сутел. † Сирĕн кĕрекĕрсем иккĕ-мĕн, перри кăна сахăр, тепĕри кăна пыл. ЧП. Ай, юрла та юрла, тиеççĕ, кĕрекисем сайра тивнине пĕлмеççĕ. Юрк. † Тав сана та, тав мана, чĕнтерлĕ кĕреке пыл сана! Альш. † Ай-хай хăтаçăм та тăхлачăçăм, эпир ĕçнĕ кĕрекене хăла (густой) пылсем пулса (тулса?) юлмĕ-ши? Хорачка. Кĕреке — алтăр пак арлă (= авăрлă), пысăк (ялта иккĕ-виççĕ пор); той тума тапратсан, она исе каяççĕ. Альш. Çак хăтанăн икĕ кĕреки пур, — памĕ-ши пире пĕр кĕрекине? Çак хăтанăн тăхăрвун тăхăр курки пур, — памĕ-ши пĕр куркине ĕçмешкĕн? N. Çак хăтапа тăхлачăн кĕрекинче виçĕ тĕслĕ ĕçкĕ-çикĕ пур. (Такмак). N. † Кĕрекĕр аври — йăлтăрма, кĕреки илемне çав кӳрет. N. † Ылттăн пуçлă кайăк пулса, кĕреке çине килсе ларччăр. (Хĕр йĕрри). Т. VI. Куркана тĕппи ĕçес мар, кĕрекерен çӳле çĕлес (сикес?) мар... N. † Эпир те ĕçнĕ кĕрекĕр, кĕрекĕр тулли сим юлтăр. Срв. Paas. 64.

кĕрик

(к'э̆рик'), то же, что кирек. N. Ларас, кĕрик камăн та çăккăр çияс! Шибач. Çак çĕрĕ виттĕр шăхăрсан сана кĕрик мĕн те полĕ, порте полать. (Сказка). Чуратч. Ц. Эп выртатăп (лягу) та, такки тăмастăп; эсĕр хăть те кĕрик мĕн хăтланăр.

мăн кĕрӳ

«старший дружка» (на свадьбе). N. Киле таврăнсан, урапа таврашсене, ут таврашсене хатĕрлесе çитерсен, кĕрсе пуççапаççĕ. Пуççапнă чухне мăн кĕрӳ, тайăлса тăрса, ашшĕпе-амăшне çапла калать: ах аттеçĕм-аннеçем! пиллĕр (благословите) мана, айвана, сирĕн тивлетпе çак туя чипер туса çаврăнса килмешкĕн, тет. Вара ашшĕпе-амăшĕ çак сăмахсене каласа ӳкĕтлеççĕ: акă ĕнтĕ эпĕр туй халăх пуçтартăмăр, сирĕн çие (над вами) çак çынна пуç (главою) турăмăр; ун сăмахне итлĕр, вăл сирĕн мăн кĕрӳ пулать. Тата çакăнтах кĕçĕн кĕрӳ тăваççĕ тепĕр шанчăклă (надёжного) çынна. Изамб. Т. Унта мăн кĕрĕвĕ такмак калат.

кĕрĕк

(кэ̆рэ̆к, к'ӧ̆рӧ̆к'), шуба. Альш. Ахаль çӳренĕ чухне ялан та пилĕксĕр «тутарла» кĕрĕкпе çӳреççĕ, хăнана-мĕне кайнă чухне пилĕклĕ «сарă кĕрĕкпе» каяççĕ. ЧС. Хĕр çураçнă çурта чи малтан пырса кĕрсен, кĕрĕк çине лартаççĕ. Мĕшĕн тесен, хĕре качча парсан, хулăнĕ вырăнне выльăх параççĕ, çавна вĕсем кĕрĕк çине лартсан, выльăх чĕрлĕх ерчет, теççĕ. Сред. Юм. Кĕрĕк арки тавăрнсан или сăкман арки тавăрнсан, çынпа вăрçать тет. (Народное поверье). Н. Седяк. Кĕрек арки таврăнсан, сăйланат, теççĕ. Ib. Çирĕк турта; кĕрĕкне час тавăрса тăхăнать (çак сăмахсене час çиленекен çын çинчен калаççĕ). N. Кĕрĕк тăхăнăп, кĕрӳя (= кĕрĕве) ларăп. Сĕт-к. Сакăр така пусакан, сар кĕрĕксĕр йолакан.

кĕсен

(кэ̆зэн'), назв. кожной белезни. Сред. Юм. Кĕсен (гласная э̃ —почти отсутствует, с — глухое), коросты на голове. Скотолеч. 24. Чĕлхи çине кĕсен тухсан (у лошади), ăна уксуспа шыв хутăштарса сĕрес пулать. || Брань. Орау. Кĕсен, неотвязное безпомощное существо, которое нельзя оставить без призора. Ib. Атя, кайса ĕçер! (випьем) — Ĕçессине ĕçесчĕ те, çак кĕсен (или: шĕпĕн) пур-çке-ха манн (напр., сынишка). Ib. Атя!-Каясчĕ те, çак кĕсен хăпăнмарĕ-ха манн! (о ребенке). || N. Кĕсен пек çыпăçрĕ, кая пĕлмест ĕнтĕ! Привязался как банный лист!

кĕçмек

(к'э̆с'мэк'), вялый, ленивый. Шарбаш. Çак ача пирĕн шотсăр кĕçмек. (Сообщ. Н. Р. Романов).

кĕтмелле

в долг, в кредит. Юрк. Ку та аптăранă енне, мĕн вăйĕ çитнĕ таран, кĕтмелле те пулин хăне (= хăйне) валли тепĕр лаша туянат. Ib. Çак çыннăн кĕтмелле-мĕнле илнĕ лашине епле пулассине хăрах (= хăвăрах) пĕлетĕр!.. Ялюха. М. Кĕтмелле илес — задолжать. Ст. Шаймурз. Хамăр ялти çынсене кĕтмелле сутрăмăр.

кĕтеслĕ

с углами. ТММ. Тултан сакăр кĕтеслĕ, шалтан тăватă кĕтеслĕ. (Пӳрт). N. Çак хăтапа тăхлачăн пӳрчĕ тултан сакăр кĕтеслĕ, шалтан тăват кĕтеслĕ. (Такмак). Альш. Элшел урамĕсем сарлака. Ялĕ ларнă, тăватă кĕтеслĕн пулса. N. Ылттăн çавракисене (их золотую оправу) кĕтеслĕ-кĕтеслĕ (гранями) касса тунă. Ск. и пред. 26. Сарă пысăк кĕлетрен пĕркенчĕкпе хĕр тухрĕ, икĕ кĕтеслĕ шыльăка ăна илсе кĕреççĕ. Юрк. Кача пӳрнинчи çĕрринчен пĕр пĕчĕкçеççĕ тăваткăл тутăра виç кĕтеслĕ туса пĕр кĕтессинчен çиппе тирсе çакаççĕ (жениху). Якейк., Ст. Чек. Кĕтеслĕ стаккан, граненый стакан. Тăв. 42. Ултă кĕтеслĕ (пятистенный) симĕс тăрăллă пысăк çурт, вăл пĕлĕтелле кармашса ларать (тянегся к небу). N. Виçĕ кĕтеслĕ, трехугольный. N. Хăмине (тёс) виçĕ кĕтеслĕ купаласа хур (сложи), ан вакла, вăрăмăшĕпех тăччăр (пусть лежат в цельном виде, целиком). Тĕррнне кĕтеслĕ-кĕтĕслĕ тĕрленĕ. Вышивка вышита углами.

Тăхăр ял

общее назв. девяти чувашских селений в б. Буинск. у. (ныне Буденновск. р. Татарск. АССР). Альш. Тăхăр ял — 1) Пӳркел, 2) Пимĕрсел, З) Кивĕ Мертлĕ, 4) Çĕнĕ Мертлĕ, 5) Елшел, 6) Раккасси, 7) Таккавар, 8) Киштек, 9) Хирти Кушкă. Çав ялсене Тăхăр ял теççĕ. Çак тăхăр ял ĕлĕк пĕр ял пек пулнă. Вĕсенĕн çĕрĕ пĕрле пулнă. Пĕрле пурăнса вĕсем пит пысăк чӳксем тунă.

тăхлач

тăхлачă, сваха, сватья. Якейк. Тăхлач называют: 1) замужних родственниц зятя или снохи, 2) замужних женщин из других деревень, которые по возрасту не старше говорящего. N. Тăхлачă, название, с которым обращается родня мужа и жены взаимно к женским членам родства; с этим же именеи обращаются к незнакомым женщинам старше себя, из вежливости. Шихаз. Тăхлач — обращение к женщиие равного возраста или немного старше. Изамб. Т. Тăхлачă — с именем — молодых, без имени — старых; замужних всех без имени, если только не привыкли называть с именем, если она вышла раньше замуж. Без имени называют лишь близких родственников мужа или жены. Сред. Юм. Тăхлачă называют всех женщин, замужних родственниц по женской линии. N. Тăхлачă — мать невесты (хĕр амăшĕ), если ее нет, то ытти пысăк тăвансем. N. Тăхлачă — каччă амăшĕ, если матери нет, то ытти пысăк тăванĕсем. Вомбу-к. Тăхлач тесе акайăн хунемĕшне тăванĕсем калаççĕ. N. Çак хăтапа тăхлачăн çичĕ хĕл каçнă вăкăри пур, тет. Кĕвĕсем. Тăхлачăçăм Сухви пур, пĕр хĕрне те чараймас. ЧП. Тăхлачăçăм. N. Тахлачăшĕ.

тĕвĕ-çакă

узелки, задоринки вообще. Сред. Юм. Кам пит торткаласа тĕвĕлентерсе пĕтернĕ çак сӳсе, пĕтĕмпех тĕвĕ-çакă çиç. || Одежда. Ст. Чек. Мĕн пур тĕввĕм-çаккăма ăна парса ятăм (ей отдала).

тĕкĕрти

унизительное названине маленькой лошади, шагающей мелкими шажками и быстро. СТИК. Çак тĕкĕрти лаша!.. Çтан вăл пысăк лашана çиттĕр.

тĕкĕр

зеркало. Шибач. Икково. Тĕкĕр тĕксĕм кăтартать. Зеркало потускнело. Якейк. Эп ăна тĕкĕр çинче кортăм. Я увидал его в зеркале. N. Пĕр шкаппа мăн тĕкĕре хăйĕн хваттерне илсе кайрĕ те, усă курса пурăнать. Кан. Тĕкĕр çинчи пекех курăнать. Трак. Колхозниксем культурлă пурăнаççĕ. Чӳречисем çинче чечексем, килĕрен сехет, тĕкĕрсем. || Подзорная труба; астролябия; бинокль. СПВВ. ЕХ. Хурамал. Çемлемир тĕкĕрпе пăхать, теççĕ. Яжутк. Вара лешсем (те) чупрĕç, тет; кайсан-кайсан çак хĕрĕн тĕкĕр пур, тет, çав тĕкĕр витĕр (в подзорную трубу) пăхрĕ, тет те: кăвак çӳçлĕ старикăн ывăлĕсем курăнаç, тет. Орау. Тĕкĕр витĕр пăхать (видели у землемера). Чув. календ. 1910. Африкапа Аравия пушă хирĕсенче калама çук пысăк тĕкĕрсем кĕленчесем вăй парĕç. Питушк. Тĕкĕрпе пăхать (межевой). Шел. II. 29. Хăшĕ, ытараймасăр, тĕкĕрпелех пăхаççĕ. Шел. 84. Тĕкĕрпеле пăхтараттăнччĕ. || Очки. Кубово. N. Тĕкĕр çине пăхса вола. Завражн. Тĕкĕр çине пĕлĕт ĕмĕлкине ӳкерес. || Стекло. Б. Олг. Тĕкĕр катăкки, кусок стекла.

тĕл

определенное место. Баран. 121. Хирсенче хура тĕлсем нумайланнăçем нумайланса пыраççĕ. N. Ялан вырăнтан вырăна куçса çӳретпĕр, татах тĕлĕ çук. N. Хветĕрĕн хăйĕн атрĕс çырма тĕлĕ çук. Ст. Чек. Кайсан-кайсан кайнă тĕле çитеççĕ. Скотолеч. 15. Хăш чухне пĕр тĕлте анчах, хăш чухне ик-виç тĕлте шыçать. Шыçнă тĕлти вĕриленсе тăнăçемĕн пысăкланса пырать. Регули 1200. Çавă тĕле (çавăн тĕлне) кил. Ib. 744. Пĕр тĕлтех çавăрăнса вĕçсе çӳрерĕç. Сред. Юм. Тохса çӳрес-ха çола, килте ларса полмас пĕрмай, эрне кăçта каймаллин тĕлĕ çок та, топимăпа шырасан кăçта та полса майлă вырн. Чăв. й. пур. 35. Икĕ ывăлĕ икĕ тĕлте уйрăм пурăнаççĕ. Скотолеч. 23. Тавăрăнса кайнă тĕлтине çивĕчĕ çĕçĕпе касса пăрахас пулать. Изамб. Т. Пирĕн çарансем пур тĕлти те аван. Юрк. Ик-виç тĕлте имени пулнă, темиçешер çĕр теçетине çĕр пулнă. Чебокс. Урăх тĕлелле каяр. N. Виçсĕмĕр виç тĕлте çӳретпĕр. Календ. 1904. Укçа янă тĕле çитсен çав купона укçа илекен çынна касса параççĕ. Кан. Анӳ тĕлне пĕлетĕн-и вара? Нюш-к. Пăшала персе ярсассăн хайхи çын тĕлĕ тĕтĕм пек пулса куçран çĕтет. N. Тислĕк купи тĕлĕнче (тырă) лайăх пулать, ытти тĕлте начар пулать. Скотолеч. 21. Суран (рана) тĕлне пăр е юр хурас пулать. Вишн. 73. Тата хăш-хăш çĕрте тăм чумлексем ӳпĕнтерсе хураççĕ; вара хăшин ăшĕ ытларах йĕпенет, çавăн тĕлне пусă алтаççĕ вара. Б. Яуши. Пирĕн тĕле пĕлмесессĕн, анат касра кĕтесре, улма сатне пăхса пыр. Хурамал. Вăл сасă салтак пурăнакан тĕле çитсен чарăннă. О сохр. здор. Хăш чухне лаша тăлхарса кăларсан е ĕçнĕ чух шыва юлсан, çав манка çыннăн ӳтне суран тĕлне лекет те, çын та вара çав чирпех чирлет. N. Эсĕ çул тĕлне пĕлетĕн-и? Пиччу хăни тĕлне пĕлетĕн-и? Ала 81. Кăтартăр-ха мана унăн тĕлне (где он живет). Холера З. Каснă тĕлĕнче ыратни, пăртак вĕриленни, вăйсăрлăх часах иртсе каять (при прививке). Изамб. Т. Ют ялтан ывăнса килнисем ларнă тĕлтех çывăрса каяççĕ. Нюш-к. Ашшĕ курнă укçа тĕлĕ кăçта у тесе ыйтрăм (где видел его отец деньги). N. Ик-виç çеккунт та иртмен-тĕр, шыв юхăмĕ ăна çирĕм чалăш тарăнăш тĕлне юхтарса илсе кайнă. N. Эпир çапла пĕр тарăн тĕлте пысăк пулă тытрăмăр. Скотолеч. 12. Шыçнă тĕле тутăр татăкне ăшăтса е ăшă шывпа йĕпетсе çыхас пулать. Ib. Тачка ӳт тĕлне сĕрме юрамасть, хул çумĕнчи аяк пĕрчисем тĕлне сĕрес пулать. Дик. леб 30. Çав пӳрт тĕлĕнчен иртсе пынă чух, çурăм-пуç тин шуралса килнĕ. Ядр. Сасартăк манăн пĕр чĕпĕ пĕр шăтăк тĕлне пулчĕ те анчĕ кайрĕ. N. Вилсен ăна масара пытарнă. Вăл масара чăваш масарĕ теççĕ. Унăн шăтăкĕ тĕлĕ халĕ те пур. Кан. Вĕсем ялти кулаксем тĕлне пĕлмен çынсем. || Иногда переводится как дом. ГФФ. † Йăван лаши хора лаша, Татьян тĕлне çитсессĕн... Ивана вороная лошадь как поверстается с домом Татьяны... ГФФ. † Татьян сăхмань хора сăхман Йăван тĕлне çитсессĕн... Полы Татьянина черного кафтана, как дойдет она (Татьяна) до Иванова дома... ГФФ. † Йăш-яшти яш ачи, олах тĕлне пĕлмесĕр, пӳрт кĕтессинче çĕр каçнă. Пригожий парень, не найдя дома, где были посиделки, провел ночь за углом избы. А.-п. й. 89. Улпут тĕлне çитсессĕн, ларчĕ пĕрене çине. || Местность. Ала 14. Нимĕн тĕлне те пĕлмен вăл (не знала местности), каç та пулма пуçланă. || Случай. N. Ĕмĕр тăршшинче ĕçес килнĕ çынсене шыв парса ăшне кантарса ярас тĕл сахал килет. Регули 1478. Пирĕн çок полчĕ, лапкара та пĕтнĕ тĕл полчĕ. N. Икшер-виçшер кун çăкăр курман тĕлсем те пулчĕç. Баран. 127. Пĕтес тĕл килсен, упа тем пек хаярланса çитет. || N. Сиртен мана çыру илме тĕлĕ çук. || Толк. Орау. Эпĕ уйăхсем çинчен пайтах çынтан ыйткаларăм та, çапах та тĕлнех тупимарăмăр. N. Çывăрни тĕлли çук: пĕр куç хупăнса выртать, тепри уçăлса тăрать тенĕ пек анчах вырткаласа тăратпăр. Юрк. Ыттисем вĕрентем тĕлĕ пулмарĕ. N. Ним тĕлне пĕлместĕп. N. Çапла эпир нимĕн тĕлне пĕлмесĕр шухăша вылятса тăратпăр. Сборн. по мед. Кирек епле ĕçе те тĕлне пĕлсе шухăшласа тума кирлĕ. N. Ĕçе тĕлне пĕлсе ĕçле. || Специальность. Альш. Пĕлетне мĕн эсĕ вăл тĕле. Разве ты знаешь и это дело, и эту специальность. || Признак. N. Мир полас тĕлĕ çок халĕ. || Время. N. Пĕр тĕлте, одно время. Баран. 167. Хĕлле тайкара хăрушă сивĕсем, кутсăр-пуçсăр тăмансем пулаççĕ. Çул кайма тухнă тĕл килсен, вилмесĕр юлакан нит сахал. || Цель. N. Çавăрса хур пĕр сăмах та пулсан, тен тĕле килĕ! Изрыгни что-нибудь, авось в цель попадешь. N. Тĕл тиверт, попадать. ЧК. Тĕл пеме вĕренес килет. Ib. Шкулти тĕл перекенсен кружокне (стрелковый кружок) Михайлов юлташ ертсе пырать. || Ашшĕ амăшне. Ăна вара çывăрнă тĕллипех (сонного) тăлăпсемпе, чаппансемпе лайăх хупăрласа çуна çине вырттарнă та, Лисахви килне илсе тавăрăннă. || Во-время. N. Сасартăк килсе эсир çывăрнă тĕле ан пултăр. Урож. год. Апат тĕлнех пултăмăр. || Как раз. Кан. 1929. Хăш-пĕр чухне чăхăмçă этемсемпе те тĕлех килсе тухаççĕ. N. Эпĕ çавăнпа сан пата пиçмо ятăм: эсĕ унтан кайнă тĕлех пулнă. К.-Кушка. Çатан урлă сикрĕм те, ура пылчăк çине тĕлех пулчĕ. Перепрыгнул через забор и попал ногой в грязь. Кан. Унта пĕр питĕ тĕлех кăларакан карчăк пур тет те... Панклеи. Ялта пĕр пӳрте кĕрет те, олах тĕлнех полать (попадает как раз на посиделки). N. Пирĕн тĕлех пулчĕ. || В отношении. N. Эпĕ ку авланнă тĕлтен тата телейлĕрех пулмаллаччĕ-ши? Юрк. Эсĕ пур япала çинчен те пĕлетĕн? Çавна мана çынсем умĕнче каласа парсам. Эпĕ сана çав тĕлтен пулăшăп. Альш. Кунта харпĕр килне ăрасна касмăк-пичĕке çук. Ӳретниксем пире вăл тĕле хĕсмеççĕ. || Около (места). Ярмушка-к. Кункал виçĕ шыт çӳлĕшĕ, сарлакăшĕ хырăмĕ тĕлĕнчепе 7 вершук пур пач тӳрĕ (в диаметре), тĕпĕ пенчинче сарлакăшĕ — пăймаклинче 5 вершук анчах (в диаметре). N. Çич çул юппи тĕлĕнче тăват аршăн юр çунă. Кан. Çу савăчĕ тĕлĕпе Етĕрненелле мăн çул анса каять. Регули 1163. Эп çол çинче вăлсам ялĕ тĕлĕнче топрăм. Ib. 1159. Вĕç çав йăвăç тĕлĕнче тăракан çын. Ib. 1162. Пирĕн тĕлте хыçалта тăчĕ. Эпир. çур. çĕршыв. 11. Улçа юпи тĕлĕнче, кăмака ани патĕнче, вучах пур. Ск. и пред. чув. 64. Кăкăрĕ çинче, чĕри тĕлĕнче сенĕкпе чикнĕ вырăн çара юн. Якейк. Чӳркӳ тĕлĕнчен айăккала пăрăнса каймалла. Капк. Ваçуксене: эсĕр пирĕн тĕлти мулкачсем, тесе хăлхинчен туртса хăратнă. N. Пĕр-кун сана вăйлă вăрçă çук пирĕн тĕлте тесе çырнăччĕ. Кан. Пăшалпа хырăм тĕлĕнчен перет. Альш. Тимĕрçĕ хытăрах итлет те, ача сасси тĕлне сирсе пăхат, тет. Кан. Канавне тата карта тĕлĕнченех ямалла тунă. Скотолеч. 26. Улма е чĕкĕнтĕр тавăрашĕ хăш чухне карланкине ларат, хăш чухне кăкăрĕ тĕлне ларать (застревает). || Около, приблизительно (во времени). N. Эпĕ праçник тĕлĕнче польнитьсара выртрăм ик эрне. Кан. Ачана кăнтăрла иртсен пĕр сехет тĕлне çуратса пăрахрĕç. Ib. Шупашкара каç пулттипе пĕр пилĕк сехет тĕлнелле çитеççĕ. Ib. Хут пĕлменнисемпе сахал вĕреннисене шкулта улт сехет тĕлнелле ямалла. N. Улттăмĕш сехет тĕлĕнче. N. Иван! Пыр ман патна паян пĕр виç сехет тĕлнелле. N. Ыран воник сахат тĕлĕнче килеп. Хот илмелле. N. Кăнтăрла иртсен, пĕр виç сехет тĕлĕнче. Ачач 23. Çимĕк тĕлĕнче вăрманта çуралнă тесен, Тимуш ялан хавасланнă пек пулнă. Ск. и пред. чув. 19. Чи çурçĕрĕн тĕлĕнче çичĕ юлан тухаççĕ, Хура шăрчăк уйĕнче каллĕ-маллĕ чупаççĕ. || Напротив. Çутт. 82. Ăна эпĕ куç тĕлне турăм. Пирĕн ял. Ламппă çути тĕлне шăп килмелле кăшкара çăмартаран пĕчĕкрех шăтарса шăтăк тăваççĕ. ДФФ. Вăрăм сак тĕлне çӳлерех пĕрене çумне пĕр пуччушши çапса çыпăçтаратчĕç. Шибач. Çав вăрман виттĕр виç кĕтеслĕ пӳрт тĕлнех полмалла полчĕ. Мăн çол. || Дик. леб З2. Эсĕ унăн чĕри тĕлне лар: вăл усал кăмăллă пултăр та, çавăнпа асаплантăр. || По. Юрк. Вăл тĕлтен вулăр. По этому предмету читайте. || По направленню. Орау. Çурт тĕлнелле пăхсан çăмăр çуни лайăхах курăнать. Регули 1160. Çав йăвăç тĕлĕпе пăх. || К. Кан. Октяпĕр револютси вунă çул тултарнă тĕле пулас çурт; каснă лартнă тепĕр уяв — Чăваш автономи вунă çул тултарнă тĕле тăватчĕç. ЧК. Паян кун тĕлне районĕпе 200 кектар çинче çĕрулми лартнă. Конст. чăв. Унтан хулара çӳренĕ чухне вăл вырăн тĕлне çитсен эпĕ: кунта пĕр Мирса Салих Керимов ятла хуçа пур, эсĕ çав хуçана тупса парайрăна мана? терĕм. Регули 1339. Той тĕлнех килчĕ. N. Ку енчи ял тĕлне илсе пыр. Кума-к. Кил тĕлне çитсессĕн (когда подьехали к дому), пысăк алăкпа кĕреймарĕ (муха). Кан. Советăн 5-мĕш çурчĕ тĕлне çитнĕ. Ib. Вăл каç пулнă тĕле вилсе те кайнă. ТХКА 53. Вăрманял тĕлне çитиччен хамах лартса кайăп сире, тет нăврашсем. А.-п. й. 71. Хай хуçа кашкăр тĕлне çитет те, ямшăкне лашисене чарма хушать. Çутт. 71. Кĕсре кашкăр тĕлнелле çите пуçласанах хăр-харт туса илчĕ. N. Кайсан-кайсан çак пĕр тырă акакан çын тĕлне çитрĕ, тет. СПВВ. Çак сăмах тĕлнех килсе кĕчĕ. N. Эпĕ хам хурланă тĕле пултăм та, çампа çампек çыртăм. N. Пирĕн сăмахсене итлемесĕр пурăнса çамрăк пуçупала таçта кайса, темĕн тĕлне пулса темĕн çапса вĕлерес, темĕн персе вĕлерес. Урож. год. Çын куç тĕлне пулнăран шыва кĕме пăрахнă. || До. НР. † Шопашкар тĕлне çитсессĕн... Как дошел до Чебоксар. Ib. † Хĕрсен тĕлне çитсессĕн... Как дошел до девушек... || Над. Изамб. Т. Пăр пуçне килсе çапсан, вăл вара карттусне пуç тĕлĕнче çӳлерех тытса тăнă. N. Туттăрĕ çине, çамки тĕлне виçĕ кĕмĕл укçа çĕлесе хураççĕ (покойнице). N. Малалла чупса пынă чух ялан пуç тĕлне кĕреçе тытса чупăр. Дик. леб 39—40. Вăл хăйĕн пуçĕ тĕлĕнчен вĕçсе пырса, ăна хĕвел çуттинчен сарлака çуначĕсемпе хӳтĕлесе пыраканни те çав кĕçĕн пиччĕшех пулнине пĕлнĕ. Она догадалась, что это он летел над ней и защищал ее от солнца своими крыльями. Орау. Çӳлте, ял тĕлĕнчех, тусем кĕç-вĕç йăтăнса анас пек ял çинелле тайăлса усăнса тăраççĕ. N. Сĕтел тĕлĕнче ламппă çакăнса тăрать. 93 çул 15. Çӳлте штик тăррисем тĕлĕнче кайăксем юрланă. ЧС. Çавăнпа вырăн тĕлне пиçихе çыхса хучĕç; тăрас пулсан çав пиçихие тытса ларатчĕ. Ск. и пред. чув. 10. Çӳлĕ тăвăн тĕлĕпе çăхан карать çăварне. || Под (прикрытием). ЧП. Йăвăç тĕлĕпелен вăл сулхăн. Собр. Выртнă упана йăвăç тăрĕнчен пăхса тăратимăн, йăвăç тĕллипе хуллен пырсан тытăн теççĕ. Толст. Хăйсем йывăç тĕлĕпе ачисенчен вăрттăн тара пачĕç, тет. Н. Якушк. Ырă аппаçăм (ятне кала), санан тĕлӳпе хумханатпăр. (Свад. п.). Полтава. Халăх пуçĕ тĕлĕнче хĕпĕртесе силлерĕ. N. Мăшăр витре йăтрăм та, шыва антăм, тăван шу пуç тĕлĕнче ай пыратчĕ. 93 çул 78. Çав виç кĕтеслĕ япала (предмет) ирхи кăвак пĕлĕт тĕлĕнче хуран курăннă. || За. Регули 1161. Эп йăвăç тĕлне тăтăм, çавăнпа вăл мана коримарĕ. Янтик. Сан тĕлӳпе мана ним те курăнмас, кай унтан (из-за тебя мне ничего не видно). N. Паян çăмăр пĕлĕчĕ тĕллипе хĕвел çутти курăнмасть. Сред. Юм. Тĕттĕм лавка хӳтипе, пурçăн хăмаç çутипе, пурçăн тутăр тĕллипе çиçпе ачи куç хыврĕ. N. † Вуник кашкăр иртнĕ чух юман тĕлне тăрса юлайрăм. || При. N. Словарь çырнă тĕлте сире эпĕ кирлĕ мар-и? || Ст. Юрк. Малашне авланас тĕлтен турă сыхлатăр ĕнтĕ (говорит один вдовец). || Для. N. Ку япала пирĕн тĕлĕмĕртен килсе тухрĕ. N. Ман тĕлтен ялта сар хĕр пулмарĕ куран. Чув. календ. 1911. Çапла тусан, русско-чувашский словарь вырăс чĕлхине вĕренес тĕлтен пире пит нумай усă парĕ. Ст. Чек. Ун тĕлĕнчен унăн пур, ман тĕлĕмрен çук. Для него он готов сделать все, а для меня ничего. Б. Олг. Тепĕр молкачă кортăм ора, карсак, тĕллерех пертĕм, ман тĕлне полимерĕ, тытимерĕм. Утăм. Ырлăх иртет ак часах ун тĕлтен. N. Унта вилнĕ çынăн кил йышĕсем калатчĕç: эй турă, мĕшĕн ялан пирĕн тĕле кăна пулать-ши, мĕшĕн пире ялан хурланса хурлăхпа пурăнмалла тунă-ши ку турă. N. Пирĕн тĕлтен пурне те пуçтарнă. Сред. Юм. Он тĕлĕнчен тем те топнать. У него всегда бывает несчастье. Ему всегда попадаются дешевые вещи хорошего качества. || О, об. КАЯ. Атте-анне уратех ĕнтĕ (сестра) тесе пит хуйхăра пуçларĕç; эпĕ, ухмахскер, хуйхăрас тĕлне пĕлместĕмч. Юрк. Янă çырăвăнта вăл тĕлтен нимĕн те асăнмастăн. || С. N. Скиф патши ывăлĕсем ашшĕ хушнине те итленĕ, те итлемен, эпир пĕлместпĕр. Çапах кил-çуртра килĕшӳ çукки усал иккенне эпир тепĕр тĕлтен куратпăр. N. Токмак тĕлне пол, встретиться с волком. А.-п. й. 40. Ула-таккапа тилĕ, çаксем тĕлне çитсен, темĕн пăшăлтатса илчĕç те, чарăнчĕç. || Иногда не переводится. ГФФ. † Кăтик-кăтик сар чăххи, кашти тĕлне пĕлмесĕр, посма çинче çĕр каçнă. Желтая курочка, не найдя своего насеста, ночевала под крыльцом.

тĕлĕн

для (тебя), на (твой) взгляд. N. Ман тĕлĕн чир те çуккă. N. Ман тĕлĕн (к моему счастью). ЧС. Аннене: темĕскер пулчĕ, пуç ыратать, терĕм. Анне: сирĕн тĕлĕн ăçта пырсан та çав-ĕçке (у вас, куда ни пойдете, вечно одна история), мĕн пулчĕ-ши тата? – терĕ. N. Пирĕн тĕлĕн пурăнăç çавăн таран пулĕ. N. Ман тĕлĕн вăрçă та тухрĕ, апай та вилчĕ. N. Теме пирĕн тĕлĕн полчĕ ку вăрçă. || Сами по себе. N. Хай витресем йăтмасăрах хăйсем тĕлĕн çитрĕç, тет. Кан. Уйрăм çынсем хăйсем тĕлĕн унашкал çĕрпе усă курма пултараймаççĕ. О сохр. здор. Халĕ ĕнтĕ эпир малалла тĕслĕрен апата кашнине хăй тĕлĕн пăхса тухар. || N. Çак хута çырнă чух этем тĕлĕн çырмарăм, чуна хытарса çыримарăм, пĕр кун кунĕпе çыртăм, тетен куçшулĕ пĕр витре юххăр пулĕ.

тĕлле

намечать направление. Альш. Каятăп хай хăй çутине тĕллесе. Собр. Эпир килтĕмĕр ушкĕнпе хăтаçĕм килне тĕллесе. || Указывать (рукой) направление. Шорк. Хĕвеле аллупа ан тĕлле, пĕлĕте аллупа, масара аллупа ан тĕлле, терĕ. Хăр. Паль. ЗЗ. Тĕллесе кăтартать. Ачач 82. Митюк çурчĕ умнелле тĕллесе кăтартнă пек тăвать. || Наметить. Изамб. Т. Усем те пăсмасан, ывăлĕ те кăмăлласан, вара çав тĕлленĕ хĕре хăтана каяс пулать. || Юрк. Санăн çемйӳ пурне-мĕнне пĕлсе тĕллесе туса тăмаççĕ, тухса кай, теççĕ. || Смотреть пристально. Пшкрт. Мĕн тĕллесе пăхан мана, кормасатни мĕн. Ачач 103. Пасар кунĕ халăх хушшине лайăхрах пăхманни, асăрхаманни, кашнинех куçран тĕлле-тĕлле лартса иртерсе яманни ниçта та хăварман. Хорачка. Мана тӳрех тĕллесе пыхрă (пристально). N. Мана ӳкересшĕн куçĕсене ман çине тĕллерĕç. || Целиться, взять на прицел. Шорк. Вăл пăшалпа мана алăран тĕллерĕ. Вăл пăшалпа ман алла тĕллерĕ. Вăл ман куçран тĕллерĕ. Вăл ман куçа тӳрех тĕллерĕ. N. Салтаксам пăшалсене харăс тĕллеççĕ. N. Эпĕ тилле (перес тесе) пăшалпа тĕллерĕм. Изамб. Т. Эп тĕллесе тăнă чухне кайăк-кăвакал вĕçсе карĕ. N. Эсĕ мĕне тĕллерĕн? Пшкрт. Эп пăшалпа çынна тĕллерĕм. N. Çавна ку тĕллесе сăнăпа чике пачĕ тет. N. Çак çын пыракан çул çинчех пĕр кайăкра çӳрекен çын кăвакала пăшалпа перес пек тĕллесе тăрать, тет. Б. Олг. Эп пăшалпа тĕллетĕп молкача, молкача пертĕм тытрăм. Вир-ял. Ултă пăшалпа тĕллесе ултă пăчăр тытрăмăр. Шел. 98. Пăшалĕсемпе кăкра тĕллеççĕ. СТИК. Салтаксем пăшалĕсемпе тĕллерĕç. Солдаты прицелились из ружей. Синерь. Эсĕ те мана виçĕ хут пăшалпа тĕллерĕн. || Целить. N. Пĕр маях мана тĕллерĕ. Раав. 122. Тĕллесе пыран инкеке-синкере сирсе яр. N. Тĕллесе кала, прямо сказать (на кого).

тĕлме тĕл

друг против друга, напротив, против. N. Сана калĕ: çак çул аван, çак çулпа кай, тийĕ, хăй тĕлме тĕл кайса тăрса, мĕн пулĕ-ха кăна, тесе пăхса тăрĕ. СТИК. Вăсен пӳрчĕ пире тĕлме тĕл ларат. Их дом стоит против нас. Чем люди живы. Чавсавайпа тĕлме тĕл пулсан çын курăнми пулнă.

тĕлен

видеть сон. Якейк. Çак нуштана корасса воник çолтах тĕлентĕм, çирмик (= çирĕм ик) çолта лапах килч. Хорачка. Тĕлен, видеть во сне, грезить.

тĕлеш

относительно. Менча Ч. Вĕсенĕн ку тĕлешрен (по этому предмету) тата урăх йăласем те пур. Н. Шинкус. Пăсташ тасатас тĕлешĕнчен. Календ. 1907. Чир тӳрлетес тĕлешрен ĕç пит начар. N. Çиме тĕлешĕ питĕ хĕн. N. Вăл тĕлешрен Иван аптрамас. N. Пур тĕлешрен те, во всех отношениях. Баран. 38. Выльăх-чĕрлĕх тĕлешĕпе нумай калаçса ларнă (говорили). || Причина. N. Нумай пулмаç çак яла тырă расверски тĕлешĕпе рабочисем килсе кайрĕç. N. Пасар кунĕсенче суту-илӳ тĕлешĕпе çав хулана час-часах çӳренĕ. || Чем люди живы. Улпут майри атă тĕлешĕпе ячĕ те, тет.

тĕлĕк

сон. КВИ. Çамрăк кунсем, ыр кунсем иртсе кайрĕç тĕлĕк пек. N. Ашшĕ-амăш вилнине тĕлĕкри пек астунă. Ст. Чек. Тĕлĕкре камăнне те пулсан çĕнĕ пӳрт курсан, ун çемйинче çын вилет, терĕ. Сред. Юм. Тĕлĕк çинех полчĕ. Çывăрса тĕлĕк тĕлленсе выртнă çĕртен кам та полса пырса тăратсан калатчĕç; вара çав тĕлĕк пырса тăратакан çынна полать, тетчĕç. Артюшк. Ăстарик арăмне каланă, тет: тавай ачасене мунча кӳртсе тĕлĕк кăтартма выртарар, мĕн пуйтарĕç тет; кусем мунча кӳртсе ачисене тĕлĕк кăтартма выртараççĕ, тет. N. Сан тĕлĕкӳ акă мĕн пуласса курăннă. Орау. Тĕлĕкре мар пек, будто наяву, а не во сне. N. Ирхи тĕлĕк çынна пулать, терĕ. Утренний сон, говорит, относится к чужому человеку, пришедшему в этот дом. Сятра. Тĕлĕкре тора çисен, е çĕтсен, ĕнет е кайăк полмас, тетчĕç карчăксем. N. Сире тĕлĕкре питĕ курап. N. Эсĕ чирленине эпĕ пиçмо илечченех пĕлнĕ тĕлĕкпе. N. Мĕне пулĕ вăл тĕлĕк. Моркар. Тĕлĕкре хорăна касса ярсан, килте хĕрарăм вилессе, йоман кассан, арçынна полать, тетчĕç. N. Ман тĕлĕк те вилмеле катартмас-ха. Сятра. Çапла калатчĕ: çырмара аташсан, тохимесен — чиртен соалмас, тохирсен — соалирет; тĕлĕкре ут тарсан, арçына лайăк мар; тĕлĕкре вĕçсе çӧресен, çитĕнет; тĕлĕкре орапапа чопсан – соя, халăк сойи – лайăк мар. ДФФ. Чăвашсем тата юмăçсене тĕлĕк курма калатчĕç. Юмăçа тĕлĕк курма пиçиххи е урăх япала кайса паратчĕç те, çывăрнă чух ăна пуç айне хурса çывăрма калатчĕç. Ирхине вара юмăç тĕлĕк тăрăх чир мĕнтен пулнине, ăна епле тасатма кирлине „каласа кăтартатчĕ“. Ĕлĕк чăвашсем тĕлĕке пит ĕнететчĕç. Пирĕн анне калатчĕ: эпĕ тĕлĕкре тутар улпутне курсан, вăл кипĕт киремет пулать, вырăс улпутне курсан, вăл çĕн-ыр киремет пулать, Чăрăшри Микулай вăртахлăма курсан, вăл Ишекри Микул турă пулать, тетчĕ. СЧУШ. Тĕлĕкре арман авăрсан, вăрçă пулать. Рак. Вир тайăттăм, тăванăм, çырайăттăм, ман тĕлĕке мĕскер кĕрĕ-ши. ЧП. Ăйăхра курнă тĕлĕк. Расск. Çасран вăл юри çывăрмасăр тӳссе пурăннă. Сунчел. Эпĕ ăна (его) халĕ тĕлĕкри пек анчах аçтăватăп. Изамб. Т. Тĕлĕк каласа пар, рассказывать сон. || Ой-к. Вăл тĕлĕкре чухне акă мĕн курнă. || Орау. Тĕлĕк кайса патăм та-ха, ыран тата, кайса пăхсан, мĕн калĕ. Сред. Юм. Тĕлĕк патăм. Кирек мĕн пысăк ĕç тума тытăнас оммĕн йот çын пуç айне хăй япалине кайса хоратчĕ, вара çав пуçелĕк çинче çывăрнă çын корнă тĕлĕк пуçайне япала пырса хонă çыннăн полать, тетчĕ. || N. Ман ятпатĕлĕк асăнса пăхăр-ха. (Из письма). N. Çак тĕлĕке уйласа ярăр çыру. || Сред. Юм. Тем тĕлĕк хыптарнă, хам тин пасартан тавăрнтăм, чашăк илме астуман та (память отшибло). N. Тем тĕлĕк хыптарнă. (Говорят, когда забыл). || N. Эп кона тĕлĕке те илмен. И не думал, и не предполагал. Чума. Докторсем пирваях вăл чума икенне тĕлĕке те илмен. || Призрак навязчивый. N. Каç выртсан та, тĕлĕке кĕретĕн. N. Тĕлĕк комат тĕслĕ. || Несметливый, ротозей. КС. Сред. Юм. Эй тĕлĕк, эс те тĕлĕкпе çиç çӳрен çав. Так называют того, кто сделал что-нибудь не так, как следует. Орау. Е-е тĕлĕк, хăй аллинчи алсине шыраса çӳрет.

тĕлĕн

дивиться, удивляться, изумляться. А.-п. й. 77. Хунĕ Ваçлейрен тĕлĕнет. Тесть удивляется. Ib. 69. Ай-уй,— тет Ерхип арăмĕ тĕлĕннипе. Ib. 35. Трашка ачисем тăрна патне çитеççĕ те, шалт тĕлĕнеççĕ. Капк. Хальхи саманара ачасем пурте çавăн пек. Çулĕсене кура мар ăслă,— тет тĕлĕнсе. ЧС. Эпĕ пушар енелле пăхса тĕлĕнсе ларатăп. N. Эпĕ пĕлнинчен тĕлĕнмелли çук, эс пĕлменнинчен тĕлĕнмелле. Неудивительно, что я знаю, но удивительно, что ты не знаешь. N. Унăн калаçнинчен тĕлĕнмелле. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 13. Тепĕр тĕслĕх (пример) тата тĕлĕнмеллерех. N. Тĕлĕнсе хытсах каймалла. N. Ăна хирĕç калаçакан улпутсем вăл сывалнинчен тĕлĕне юлнă. СТИК. Кун акăшĕсем йăлт (сначала написал шалт. потом зачеркнул) тĕлĕнсе каяççĕ: мĕнле ку Иван пуракне час тултарат, эпир темĕн чул тăрмăшсан та тултараймаспăр? тесе тĕлĕнсе аптраса çитеççĕ. N. Вара унтан мĕн тĕлĕнмелли? || Задуматься. Кив-Ял. Пире саван ан кĕттĕр, кĕттĕр-кĕттĕр, тĕлĕнтĕр. (Вăй юрри). К.-Кушки. Тĕлĕнсе лар, в задумчивости. Альш. Шухăшласа тĕлĕнсе ларнă чухне ман шухăшăмсене юрă уçрĕ. Юрк. Хура сăран алса тулĕ, ырă ут тăварнă чухне пулинччĕ? Ай-хай милай хамăр тăван тĕлĕнсе ларнă чухне пулинччĕ. Рак. Тĕлĕнсе хуйхăрса ларнă чухне çак юррăм пусарчĕ хуйхăма. Б. Олг. Тĕлĕнсе шохăшласа çӳрет çа çын (задумчив). Юрк. Тĕлĕнсе, тĕлĕрсе ларнă чухне юрă уçат пирĕн кăмăла.

тĕлĕнтер

удивить, изумить. Юрк. Килмес çĕртен килтĕм çак киле, ыттах тĕлĕнтерсе хăвараймăп. Кама 11. Тĕлĕнтеретĕп эпĕ ăна акă. Пырса çӳçĕнчен сĕтĕрсе антарсан.

тĕлĕш

относительно. Альш. Вĕсене е Куславкканалла е Шупашкаралла леçе-леçе хăвараççĕ, тет, пирĕн ялсем. Анчах эпĕ вăл тĕлĕше пĕлсех каяймастăп вара. Бес. чув. 4. Ĕç тĕлĕшне вăл çамрăкранпах лайăх вĕренсе пынă. N. Акă мĕнтен ан намăслан, акă мĕн тĕлĕшрен суя намăс пирки ан хĕрел. ЧС. Анчах пурнăç тĕлĕшне тыта пĕлеймерĕмĕр (не сукели жить), çапла ĕнтĕ намăссăрланса сĕтĕрĕнсе çӳретпĕр (так говорили нищие старухи). N. Эй, ывăлăм, пур тĕлĕшрен те кунĕ пул. N. Вăл сирĕн патăрта пăртак пурăнас тĕлĕшрен эпĕ пĕре пăсăлмастăп. N. Çĕр çинче пур тĕлĕшрен те таса çын никам та çук. N. Пурлăх пухас тĕлĕшĕнчен калаçсан... N. Çынна хăртас тĕлĕшрен вăл пит куштан вара. N. Мĕн тĕлĕшпе эпĕ ку тĕрлĕ сан кăмăлна тупрăм та ĕнтĕ. Бес. чув. 6. Вăлах Микулая тĕн тĕлĕшпе нумай ăнлантара-ăнлантара панă. N. Эсĕ ман арăма анчах ан пăрах. Ун тĕлĕшĕнчен кăмăллă пул. Сет-к. Вăл тĕлĕшĕнчен (вăл тĕлĕшрен) эп аптрамастăп. Кан. Кирек хăш ялта хăйĕн уйрăм ăсталăх ĕçĕ паллă пулать: хăшĕ тир ĕçсемпе, хăшĕ чăпта тĕлĕшпе. N. Тытнă кайăксене сутас тĕлĕшпе. ЧК. Колхозсенчи тата шкулсемпе районри учрежденисенчи физкультурниксем граната ывăтас, сикес, чупас тĕлĕшпе спартакиадăна хатĕрленме тытăннă та ĕнтĕ. N. Январ уйăхĕнче тухмалли шурналсене вăхăтра кăларас тĕлĕшпе те типокрафире хăнт та тумаççĕ-ха. Истор. Анчах тăшмана тавăрас- тĕлĕшреи пит хытă чĕреллĕ пулнă. || Повод. О сохр. здор. Хура халăх хушшинче çак тĕлĕшпе (по этому поводу) темиçе тĕслĕ урăх сăмах та илтме пулать. Бес. чув. 15. Микулай: мĕн пухăвĕ тата? тесе ыйтрĕ, анчах ача пуху мĕн тĕлĕшпе пулнине пĕлмен. || Для. Патшалăх тĕлĕшĕнчен ĕç пит нумай. Сред. Юм. Он тĕлĕшĕнчен тем те килсе тохĕ, пит телейлĕ мар-и ô. N. Анчах мĕнле ырă çын тĕлĕшĕнчен те усаллăх тупăнать. Сл. Кузьм. 159. Сирĕн тĕлĕшрен тумаллине вăй çитнĕ таран турăмăр. Ib. 43. Ĕнтĕ эпĕ санăн тĕлĕшĕнчен тăвас ĕçе турăм. || Из-за. Кан. Çав тĕлĕшпе чирленĕ шултăра выльăха йĕтĕн е кантăр çăвĕ памалла. N. Вара Иван вăл тĕлĕшпе çулталăк та çичĕ уйăх хурлăх курса, тертленсе пурăнмалла пулнă. || С. ЧС. Ыйхă тĕлĕшпе нимĕн тăва та пĕлместпĕр. || О, об. N. Вутă тĕлĕшне тата çырса ярăр. N. Сан тĕлĕшĕнтен савăнса хĕпĕртем. || По. N. Эпĕ пĕре хамăн тĕлĕшпе шухăшлап, пĕре сирĕн тĕлĕшпе. || Через. N. Аçу миçе тенкĕ усă кӳчĕ утă тĕлĕшпе. || Шашкар. Чĕрне хори тĕлĕшне те тăрмастăп.

тĕлтлет

ныть. N. Урасам çак хута çырнă чух та тĕлтлетсе анчах тăраççĕ.

тĕме

(тэ̆мэ), бугор. Н. Карм. Янорс. Вара эпир пĕр тĕме çине улăхма пуçларамăр. N. Тури пай (луга) вă тĕмĕрех çĕрте те, тата пит пысăках та мар. Альш. Вăл тĕмере ăвăссем ӳсеççĕ. Ib. Аранçĕ тĕме пур унта (холм). Изамб. Т. Тĕме тĕллипе пирĕн ял курăнмас, ул ял тĕмере ларат. Сет-к. Атан çырми çил армансенчен леререх çам пак ик тĕме пур: пĕри пысăк, тепри пĕчĕк. Пысăккине мăн тĕме теççĕ (возвышение на ровной местности). || Курган. СТИК. || Возвышение. Орау. Пуçĕсем пĕр-пĕр тĕмерех вырăн çине ларса хура патаккине çантан утса яраççĕ (в игре). Эпир çур. çĕршыв 25. Етĕрне хули Сăрă шывĕ хĕринче, сулахай енче, тĕмерех вырăнта ларать. || Кочка. Стюх. Урамăрсем тĕме-тĕме, шуса килет пĕр çуна. || Бгтр. Алтатин конĕ тăмла йохса шăнса тĕме полсан, хăяр лайăх полать. || Яргуньк. Кайсан-кайсан вут тĕми варине çитсессĕн, çак вут çĕвĕç Хĕветĕре: эсĕ çак аршăн виçине пăрах, тесе каларĕ, тет. || Корень, пень. Собр. Пĕр тĕмере пилĕк шĕшкĕ. || Шишка. || Пяток (снопов). || Сред. Юм. Тĕме-кĕлле пĕчик ачасĕм кайăк тытма йортан копаласа тăваççĕ.

тĕмен

мир. Питушк. Тĕменте тĕрли пор. В мире все есть. П. Федот. Çитмене тĕмен çитмен. N. Тĕменре тĕрли пур. На свете есть разные вещи. (Пословица). Якейк. Тĕпсĕре тĕмен çитмен, салатакан çынна ним те çитмен. N. Тĕнче-тĕменте пулать мĕн те пулса. N. Эсĕ... тĕнчен тĕменне ним вырăнне хуман. N. Мана çак тĕнченĕн пĕтекен тĕменĕ хыççăн кайичченех ан пăрах. Чертаг. Тĕменĕпеле, во всем свете. Актай. Икçĕр утмăл вĕт кайăк, тĕменпеле пĕр кайăк. (Çăлтарпа уйăх). || Множество. N. Пĕлĕт алăкĕ уçăлнипе хăй илемне кăтартнă; çĕр те хăйĕн тĕмен мулне уçса панă. || Область.

тĕнче

мир, свет, вселенная. Баран. 243. Мĕн пур типĕ çĕре пилĕк пая уйăраççĕ. Вĕсене тĕнче пайĕсем теççĕ. Качал. Сан пакки хитри тĕнчипа та çук. Ск. и пред. чув. 83. Ӳсĕр кĕрӳ пуçĕнче тĕнче вăр-вăр çаврăнать. N. Тĕнче-çанталăк, çут çанталăк. N. Тĕнче = çут тĕнче. КВИ. Алă çемçе, тĕнчере унтан çемçи ним те çук. Мягка рука своя для всех, пышней ее на свете нет. А.-п. й. 18. Вăл икĕ ураллă этем, çакă вăрманăн хуçи, унтан асли, унтан вăйли тĕнчере урăх никам та çук,-тет упи. Ib. 66. Сан пек ухмах тĕнчере пур-ши? — тет. Вара тĕнче тăрăх ухмах шырама тухса каять. Ib. 67. Унтан старик аптранипе: тĕнчере ухмах татах нумай пуль тесе, килне таврăнчĕ, тет. ГФФ. † Эй, пирн йор! Пирн йор пекки тĕнчере те полас çок. Ах, песня наша! Такой песни нет во всем мире! N. † Вăрманта йăвăç пит нумай, юман йăвăç паллăрах. Тĕнчере влаç пит нумай, совет влаçĕ вăйлăрах. N. Советсен Хĕрлĕ çарне тĕнчипеле мухтаççĕ. И. Тукт. † И, çилсем вĕрет, вичкĕн çил вĕрет, хаяр аслати капланса килет. Кĕмсĕртет, кисрет, тĕнчене чĕтрет, патша тĕрмине аркатса тĕпрет. Ib. † И, çилсем вĕрет, вичкĕн çил вĕрет, вăйлă çăмăрсем капланса килет. Ултавах тĕнчи, йăвăр самани пирĕн чунсене тыткăна илет. (Ĕлĕкхи юрă). Ib. Чĕрене кĕрсе вырнаçнă хыççăнах уйăрчĕç-çке пире иксĕмĕре çак тĕнчери тискер этемсем... Ст. Чек. Тĕнчене евкелĕ пулчĕ: тĕнчене пĕлмелле пулчĕ = тĕнчене сарăлчĕ (мĕн çинчен те пусан). N. Тĕнче капла çаврăнать иккен. N. Тĕнчипах йăтăнсанчĕ, тийăн. БАБ. Пăсташ тасатакан хамăр патрах килсе кĕчĕ. Пĕркун тĕнче тăрăх (повсюду) икĕ эрне шыраса та тупаймарăмăр (такого человека). Никит. Тăта хăшĕ-хăшĕ тĕнче вĕçне çитрĕмĕр пуль тесе хăраса чĕтресе çеç лараççĕ (в засуху). Полтава 72. Тĕнче сасси мĕскĕне илтĕнмесĕр юлас çук. П. Пинер. Ухмаха тĕнче тикĕс. (Послов.). Коракыш. Пĕр тĕнче пĕтет, тепĕр тĕнче тухать. (Кунпа каç). СТИК. Эх, тĕнче такки мунча сакки! Альш. Тен çапла лара-лара кайнă ĕнтĕ вăл тĕнче (расселились). Ib. Шăпăр-шăпăр çумăр çăвать: тĕнчисене тикĕс тивет-ши? Тайба-Т. Çак килте камсем пур, тĕнчене тухса çӳренĕ çынсем пур (бывалые люди). N. Топ сассипе тĕнче çĕмĕрлет. N. Тĕнче çĕмĕрĕлсе çеç тăрать. ГТТ. Тĕнчене урлă турттараççĕ. || Орау. Юр та ирĕле пуçларĕ, кураксем те килчĕç, тĕнче киле пуçларĕ ачăсене валли, ак кĕç çула пулать. || НИП. Питĕ хĕвел хытă хĕртнĕ чухне тĕнче выляса тăрат, теççĕ (е: вăрмансем выляса тăнă пек курăнат, теççĕ. || N. Тĕнчене куртăмăр. Всего испытали. || Альш. Тĕнче вăл хăмăшлăхсенче! Раздолье... || Изамб. Т. Епле, туйра тĕнче тапрăра? || Чудак. СТИК. Тĕнче! Эс кăна мар вĕт çын, ыттисен те ачисем саннĕ пекех салтака каяççĕ. Удивительное дело, чай не у одного тебя берут детей в солдаты. || Сред. Юм. Эй тĕнче порнатпăр-ха порнăçа. М. Васильев. Ак мăскара, ак тĕнче! ак тин телей тор парать. N. Тĕнче вĕт! || Общество. КВИ. Анчах вăйлă этем те хăй тĕнчине пăхйнать.

тĕнче вăрманĕ

олух. СТИК. Вăт тĕнче вăрманĕ! Эс мĕн вăрманта пурăнатна, çак япаланах та пĕлместĕн. Пулат иккен ним пĕлмесĕр пурăнакан çын! Бывают, оказывается, олухи.

тĕп

частица образов. формы превосходной степени. N. Арпус çап-çаврака пулсан та, ун çинче ларакан шăнана вăл тĕп тӳрем пек курăнать пулĕ, тет. Чув. календ. 1911. Çурçĕр енчи, тĕп çурçĕр енчи чи сивĕ вырăна çурçĕрти полюс теççĕ. Кан. Çырмисенче пулă алăпах тытмалла, çĕрĕ тĕп тикĕс, хура тăпраллă. Стюх. Тĕп тĕмеске. Юрк. Пакку çинчен тĕп тĕрĕс пĕлтĕм (точно узнал). Толст. Пĕр кĕрепенке тĕп тĕрĕс касса ил. Орау. Тĕп тĕрĕс, как раз. Изамб. Т. Укçана шутласа пăхрăм та, тĕп тĕрĕс (все целы). Юрк. Çăварĕнчи шăлĕсем пурте тĕп тĕрĕс пулнă. Ал. цв. 28. Çак пурне те хăратса тăракан тискер сăнăмпа эпĕ ĕнтĕ тĕп тĕрĕс вăтăр çул пурăнтăм. Якейк. Текерлӳ çăмарти тĕп тĕрлĕ. Ib. Тоттăра тĕп тĕрлĕ шăтарнă. Ib. Уйăра тĕп тĕп-тĕрлĕ кĕтӳ çӳрет. В. Олг. Тĕп тĕрлĕ йĕм. Панклеи. Кайăк тытас килет-и сан, çав чăршă тăрнче вакша тем чохлех, тет. Кайса пăххăрм та, чăнах вакша тĕп тĕрлĕ йывăç тăрнче. КС. Пăшал паллине тĕп тĕрлех тунă (тивнĕ, много дробин попало). N. Пĕрик эрне хушшинче уя тĕп тĕрлĕ çĕмел лартаççĕ. Paas. Тĕп тĕттĕм, совсем темный. N. Çанталăк тĕп тĕттĕм пулчĕ тăчĕ. || Совершенно, окончательно. Собр. Тарçа-тĕрçе шанакан хăрах куçсăр пулнă; ывăла-хĕре шанакан тĕп куçсăр пулнă, терĕ. Б. Хирлепы. Тарçа шаннă, хăрах куçсăр пулнă тет, улне-хĕрне шаннă, тĕп куçсăр пулнă тет, терĕ. Трахома. Çапла чир ик-виç çулта çынна тĕп суккăрах туса лартать. N. Тĕп суккăрри пулмасан, куçĕсем пăсăлса çӳрекенсем те пулин пур, тет. N. Халăха кирлине тĕп татса çырайман.

тĕп

дно. N. Катка тĕпĕ, дно кадки. Утăм. Тĕпĕ (реки) курăнса выртать, çав тĕрлĕ тăрă. Образцы 51. † Шурă Атăл çинче шур кăвакал, чăмсассăн та тĕпне çитеймест. Чураль-к. Пирĕн ял ачи мулатси, шыв тĕпĕнчен чух илет. ÇМ. Сип-симĕс улăх урлă тĕпсĕр сив çăлкуç уйсем çине сапать шывне. Торп-к. Пĕве тĕп (шу тĕп) хăпарсан йĕпе пулать, теççĕ. Сред. Юм. Пос тĕпĕнче хор вылять. (Отражение в колодце движения облаков). N. Пус тĕпне кĕмĕл çĕрĕ ятăм. (çăлтăр). ЧС. Тĕпнелле пăхсан, тĕпĕ те курăнмасть (у оврага). А.-п. й. 37. Шăтăк тĕпĕнче тилĕ вĕткеленнине йăвăç тăрринче ларакан ула-такка курчĕ. Изванк. Курка тĕпĕ курăничченех ĕçмесен, лайăх мар теççĕ. Собр. † Ĕçсем, кукка, куркуна: курка тĕпне курам-а? Выпей, дядя, свой ковш, я посмотрю на его дно. Шишкин. Инке стаккань çут стаккан, çивче сахăр çок, çампа тĕп ĕçместĕп. Шемшер. Йыснан черки çут черки, çутă тейиса ытла тĕпех ĕçес мар. || Подонки. ГФФ. † Пирĕн аттейĕн хытти пор, четвĕрт тĕппе ыр полчĕ. Скуповат наш батюшка — прослыл хлебосолом, поставивши гостям подонки, оставшиеся на дне четверти. || Остатки. ГФФ. † Пирĕн аннен те хытти пор, кокăль тĕппех ыр полчĕ. Скуповата наша матушка — прослыла гостеприимной, поставивши гостям остатки пирога. А.-п. й. 54. Кĕлете кай та ырçа тĕпĕнчи çăнăха пуçтарса килсе пĕр пĕчĕк йăва пĕçерсе пар-ха,— тет. Изамб. Т. Мĕтеçле тĕпле вылянă чухне малтан сахисене мĕтеçсем патĕнчен пурте пĕр енне ытаççĕ, камăн сахи мĕтеçсене çывăх, ул тĕп тăват (говорит: манăн тĕп!), ыттисем сахи вырăнĕсенчен мĕтеçсене переççĕ, миçе мĕтеç юлать, пурне те тĕп тăваканни илет. N. Олăм тĕп, остатки початого стога. Изван. Кайин-кайин кайи-ке, улах апач çитермер, çитересси çитерч те, çатма тĕпне çитерч. || Огарок. М. Сунчел. Çав çуртасем çуна çуна пĕтсен, вĕсен тĕпĕсене икерчĕпе чĕркесе, таткаласа хывнă çĕре пăрахаççĕ. || Окурок. Капк. Кулачăран (из белого хлеба) пирус тĕпĕ тухнă. || Центральный, основной. N. Тĕп Комитет, Центральный Комитет. Кан. Хĕрарăмсене çутта кăларасси пирĕн тĕп ĕç пулса тăрать. Эпир çур. çĕршыв 17. Пирĕн ялти халăхăн тĕп ĕçĕ тырă акса тăвас ĕç. Сборн. по мед. Пырне касса шăтарнă хыççăн вилсен, вăл каснипе вилмест, хăйĕн тĕп чирĕ пит йăвăррипе вилет. || Основание. Изамб. Т. Тĕпĕнчен выраканнисен ытларах та ларать. N. Усал суранпа пĕçĕм тĕпĕсем ыратса вут пек çунса тăраççĕ. || Причина, основание. N. Апла выçлăх тĕп мĕнтен пулнине шухăшласа илеймеççĕ. || Корни. Кĕвĕсем. Лартрăм тĕрлĕ йăвăçсем, тĕпĕсене сапрăм таса шыв. Баран. 55. Йывăç тĕпне (у корня) вут чĕрте пуçланă. К.-Кушки. Ялан улăх тăрăх çӳрес мар, ухлĕм ути тĕпне çĕртес мар. N. Кашни тĕпĕнче 2—3 хунав анчах пулать. || Коренной. СПВВ. Сред. Юм. Халь она Маççи теççĕ, тĕп ячĕ он Ваççа ятлă. Чăв.-к. Хапхаран тухрăм тайăлтăм, тĕп тантăшсенчен уйăрлтăм. || Коренник. Т. IV. Вара ăна тĕпне кӳлеççĕ. (Запрягают в корень). || Отцовский дом. Юрк. Тĕпе аслă ывăлĕпе чи кĕçĕн ачи Çумаркки анчах юлать. Собр. Ах аттеçĕм-аннеçĕм, эп килетĕп çак киле атте-анне тĕпне шыраса. Рак. Тĕпе карĕ. Пошел в дом, откуда выделился. Альш. Тĕпе Çтаппан ятли юлнă. Вил йăли. Пĕр-пĕр килĕрен уйăрăлса тухнисем малтан тĕп çурта кайса тĕпри вилнĕ çынсене хываççĕ. Бугур. Пирĕн аппана илекен тĕпрен мулĕ тапранĕ. || Место прежнего жительства. N. Тĕпрен килнĕ. || Родина. N. Пирĕн тĕрĕк çыннисенĕн чăн тĕпĕ, çуралнă çĕрĕ-шывĕсем чи малтан авалхи саманасенче Çипирте Алтай тăвĕ таврашĕнче пулнă. || Род. Ст. Чек. Чăвашсемпе тутарсем пĕр тĕпрен тухнă. || Внутри. N. Тĕпре ларса пыр, ехать, сидя внутри экипажа (не на козлах). Якейк. Пынă чохне вăл ямшăкра ларчĕ, эпĕ тĕпĕнче лартăм (внутри экипажа). N. Хăй ларчĕ тĕпне, а начар салтакне ларчăк çине. С. Айб. Тирпеленсе çитсессĕн, патша ывăлĕпе арăмĕ тĕпе кĕрсе ларчĕç, тет, таркăнĕ кучăр вырăнне ларчĕ, тет. || Полтава. 117. Шухăш тĕпне Мазепа путса ларнă пĕтĕмпе. || Куст. Альш. Акă хайхисем пĕр пысăк шĕшкĕ тĕпĕ патне çитрĕç тет те, шĕшкĕ тĕпне çĕклесе çавăн айне кĕрех кайрĕç, тет. Собр. Карта-карта килет хуркайăк, каять хăмăш тĕпне шыраса. N. Хура та çĕлен ача пуçлă, çӳрет-çке хăмăш тĕпĕнче. Сала 123. Кĕтĕм вăрман ăшшĕне, лартăм курăк тĕп çинче. || N. Вунă тĕп юман N. Йывăç: пĕр çĕр тĕп хăмла çырли, крыжовник тавăраш аллă тĕп. Толст. Икĕçĕр тĕпрен тăххăр анчах юлчĕ (яблони). N. Вăтăр тĕп кавăн. Альш. Хурлăхансем вĕсем пĕчĕкçĕ тĕпре ӳсеççĕ. Чув. календ. Çамрăк тĕпсене йăрансем туса лартаççĕ. || Ствол, комель дерева. Пазух. 22. † Вăрман хĕрри юманлăх, çинчен икел суйлар-и те, тĕпне юпа тăвар-и? Лашм. Улма йывăç тĕпĕ ай сап-сарă. Юрк. Чăршăсем хĕрри хурлăханлăх, тăрринчен хурлăхан татар-и, тĕпĕнчен чăпăк тăвар-и? Пазух. 22. † Ту питĕнче чиелĕх, çинчен чие суйлар-и те, тĕпне çатан авар-и? Собр. Чӳрече кутне хурăн лартрăм, тĕпшĕн мар, çулçишĕн. Микушк. Хăпартăм та çӳлĕ ту çине, лартăм кукăр хурăн тĕпĕ çине. Юрк. Çӳлĕ ту çинче виçĕ хурăн, тăррисене кассан тĕпĕ ӳсет. || Стебель. N. Пĕр пĕрчĕ акса пин пĕрчĕ илмелле пултăр, тĕпĕ хăмăш пек пултăр, тăрри чакан пек пултăр. К.-Кушки. Тĕпне хăмăш пек, тăррине чакан пек ту. Н. Байгул. Хумăш тĕпĕ шывлансан пирĕн макрасси çавăнтан паллă. Пазух. 22. † Парлак çинче çырлалăх, çинчен çырла суйлар-и те, тĕпне утă тăвар-и? || Пень. Кĕвĕсем. Лартăм хурăн тĕп çине хурăн çырли пиçиччен. Альш. Хура-хура кăткăсем хурама тĕпне сырса илнĕ. || Подошва. К.-Кушки. Ха, ачу çăпатине тĕпĕнчен сырасшăн (хочет надеть лапти вверх подошвами). Тим. Шурă рамановски кăçатă тăхăнас çук, тăхăнсан та тĕпне тивертес çук. || Панклеи. Шу орлă каçнă чох пуç çине ĕçлĕк тĕпне хорса каç (платок с навороженным). Сятра. Усал укçа илсе тухрĕ, тет те, ĕçлĕк ăшне ярчĕ, тет те, тĕпĕ те çĕтмерĕ, тет (тĕпне сарăлмарĕ). || Якейк. Пире коккăль памасан, кăмаки тĕп çыпăçтăр. || С. Алг. Юпа тĕпне (на кладбище) укçа яратчĕç тăванĕсем, пĕр пус параканĕ çĕр тенкĕ паратăп, тетчĕ. N. Юпи тĕпне пĕр пус укçа алтса хăвараççĕ. || Кильд. Хапхăр тĕпне шăлмастăр, курăк шăтса тухас пек (готова вырасти). К.-Кушки. Ан пыр, каччă, хапха тĕпне, хăма ӳкĕ пуç çине.

тĕрĕс

правый, правильный, истинный, верный. N. Сирĕн сăмахсем пире тĕрĕс пек туйăнаççĕ. Чăв. й. пур. 6. Унтан вара старăстанăн тĕрĕс пулнă (оказался правым). Полтава 38. Тĕрĕс алла хĕç тытса, пĕрре кассах ĕç тăвас. || Целый, сохранный. КС. Эпир халь пурте тĕрĕс пурăнатпăр (все целы и здоровы). N. Халĕ чипер куç-пуç тĕрĕс чухне çырас, тет. || В целости, в сохранности. N. Çурт тĕрĕс тăрать-и? Тĕрĕс тăрать. В целости. N. Ял йышсем пурте тĕрĕс пурнаççĕ. КС. Эпир халь пурте тĕрĕс пурнатпăр. БАБ. Çак выльăхсем инче çула кайсан, унтан тĕрĕс таврăнма пар. Пшкрт. Шатак тĕрĕс порнатăр-и? Живы ли. Ib. Сорăксам тĕрĕс-и? Целы ли? Б. Олг. Вольăх та килте, шăпах, тĕп-тĕрĕсех порăнатпăр. || Нормальный, здоровый. Шурăм-п. Çыннисем пĕри те тĕрĕс пулман: пĕри кукша, тепĕри кĕçĕллĕ, тата тепĕри сăмса юха пулнă. N. Манăн алă-орасем тĕрĕсех. О сохр. здор. Çакăнта мĕн каланине пурне те лайăхрах ăнласа илсе, кирĕк хăçан та тĕрĕс туса тăма тăрăшас пулать. || Правильно, верно. Сунт. Çапла çав, çапла! Эсĕ калани тĕрĕс питĕ. СТИК. Эй тĕрĕс! Верно, верно, я ошибся. Яжушк. Халь укçу тĕрĕсех (в должном количестве, верно по счету). Кан. Склатран тĕрĕс мар çĕре кăларса янă чăптасене тĕрĕс вырăна кайнă, тесе, çырса хӳнă. СПВВ. Ку ĕç сăмах çинче тĕрĕс тăмалла пултăр. Изванк. Çав кукша майра çĕр тавраш тума пит тĕрĕс пĕлет. Янш.-Норв. Вăл старике пирĕн ялсем пур чӳк кĕллисене те питĕ тĕрĕс пĕлсе тăрат, тетчĕç. N. Эсĕ кăларнă йăлана пурне те тĕрĕс туса тытса тăратпăр. Изамб. Т. Укçа тавăрса парсассăн, тĕрĕс патăм, теççĕ. || В четном количестве. Ст. Чек. Тĕрĕс çимеççĕ (хур вăрри): тĕрĕс çисессĕн пурăнмасть. || Налицо. Яргуньк. Карчăк лашасам килнĕ çĕре алăка тухса сăвать, тет, пурте тĕрĕс, тет. || Ровно, точно. Собр. Тĕрĕс çĕррĕн килтĕмĕр, çĕр те пĕррĕн каятпăр. ПТТ. Вăл тĕрĕс хĕрĕх витре яни мĕне те пулин пĕлтерет пулĕ. ЧП. Эпĕ хам савнине курманнн тĕрĕс уйăх тулать ирхине. || Правда. || Здоровье. N. Сире турă тĕрĕсне патăр, тесе çырнă.

тĕсмĕрт

узнавать, различать, разбирать, определять. Изамб. Т. Ку япалана тĕсмĕртетне? Узнаешь ли ты эту вещь? Тюрл. Пăртак тĕсмĕртет-и санăн куç. N. Тĕттĕмленсе кайнă кĕленче витĕр курнă пек анчах тĕсмĕртетпĕр. Пир. Ял. Хурапа шурра тĕсмĕртекен çын çак сăмахсене епле чĕлхе çавăрса каланă-ши? Кама. Пĕри кĕлте çыххи туса тăрать вĕт-ха? Куратни? – Куратăп. Тĕсмĕртетĕп. Ачач 101. Пĕчĕк пуçĕ пĕлнĕ таран тĕсмĕртсе илет. Тет. Салтак çыруне тĕсмĕртет (разбирает солдатские письма). Альш. Вăл çынна паллатна эсĕ? — Пĕрре курнăччĕ, тĕсмĕртетĕп (представляю себе). Ib. Хамăр чей ĕçетпĕр, вăл-ку çинчен калаçатпăр. Манăн шухăшăм малтах: Елшелнелле пыратăп, Кушкăсене тĕсмĕртетĕп. СПВВ. Тĕсмĕрте пуçларăм (различать, распознавать). СПВВ. ИФ. Тĕсмĕртес = кăшăт палтанă пек тăвас; ав пăртак тĕсмĕртес, теççĕ. СПВВ. Аран тĕсмĕртсе илтĕм (едва признал). Сред. Юм. Таста корнă эп кô çынна: пăртак тĕсмĕртеп те, тата (а все-таки) камнех тавçараймасп.

тĕшле

шелушить (орехи, семечки и пр.), добывать зерна. Ст. Чек. Тĕшленĕ (мăйăр, хĕвел çавмăш). СТИК. Çак мăйăра тĕшлесе çиесси пĕр асап: нимпе катма çук (вынимать из скорлупы). || Молотить. Микушк. Тĕшлесе пӳлмене хурсан, пӳлмере перекетне пар. (Из моленья).

чалл

дружно. Сред. Юм. Çак çăмăр хыççăн посса кайса çӳрерĕм те, тырсем порте чалл шăтса тохнă (все враз пустили ростки). Ib. Çорконне йор кайсанах корăк чалл шăтса тохать.

чанклат

издавать звук чанк (о галках). N. Чанка чанклатать. || КС. Мулатукпа сунтала çапсассăн чанклатать. || КС. Алăпа перĕнтертĕм те, кантăк чанклатрĕ. || Тикать (о часах). Пухтел. Часси чанклатат (стучат). || КС. Çак çулу пит лайăх чанклатать (звучит при ударе).

чап

подр. звуку при поцелуе. КС. Тутипе чап тутарса илчĕ (при поцелуе, чăп – слабее). СТИК. Чап чуп тăват. Целует громко. || СТИК. Шăпчăк: чап чап ши... тутарса юрлат. || Т. II. Загадки. Пӳрт умĕнче те чап чап, кĕлет умĕнче те чап чап. (Тумла тумлани). Якейк. Чап-чап чапчушка, чапчушка та чаплă мар, çак ял хĕрĕ те чаплах мар. М. Тув. Чап-чап чапчушка, сулатникĕ çитмĕл пус; çакă ялăн хĕрĕсем вуникĕшĕ çитмĕл пус. Собр. Чап-чап, турă парсан йăлтăр-йăлтăр пуçана. (Сĕтел). || Подр. пришлепыванию. Череп. || Урмай. Хай анчăк çури хуллен йăпшăнса пычĕ, тет те, чап сиксе ларчĕ, тет, ачи çине, ним тусан та ямарĕ, тет.

чап

слава. Истор. Çапла унăн чапĕ пур çĕре те сарăлнă. Алешк. Çак Саплăк хĕрĕсен чапĕ чаплăша, эпир савса эпир илес çук. Ст. Чек. Чап каять, идет дурная слава. || Честь, доброе имя. С. Алг. Чаплă хĕрĕн чап каят, чап каят та час каят. С. Дув. Листа-листа шурă хут, çырса пĕтсен çырмана, чаплă-чаплă хĕрсене чапĕ кайсан урçана. Юрк. Ĕнтĕ ятăр кайтăр, чапăр кайтăр вунçичĕ çулхи сарă хĕрпелен. Кĕвĕсем. Чаплă чаплă хĕрсене, чапĕ пĕтсен, урçана. Сл. Кузьм. 74. Ялăн ырă чапне çухатаççĕ. || Молва, сплетня, слух. Алешк. Эпир сарă хĕрпе выляки сарăлминччĕ чапĕ ял çине. N. Атăлăм варинче улма йăвăç сарăлминччĕ çулçи шыв çине; эпир савнă туспа пурăнни, чапĕ сарăлминччĕ ял çине. N. Чап çӳрет, носится слух, молва. N. Чап тухнă, появилась молва, сплетни. N. Кăçал нимĕнсĕрех ун сăмахĕпе Иван çинчен чап ячĕç, халăх укçине вырăнсăр нумай пĕтернĕ тесе.

чарăн

остановиться. N. Ватă çын мар, каччă та унпа чарăнсах пуплет. Регули 571. Вĕремĕ чарăнчĕ. Кратк. расск. 19. Вĕсем çул çинче пĕр тĕле çĕр выртма чарăннă. Завражн. Пĕр виç чалăш аяла анса чарăнчĕ (аэростат). N. Чарăнса ларнă, остановились (часы). Толст. Пĕрре эпĕ хăна килне çĕр выртма чарăнтăм (остановился на ночлег). Трхбл. Эсĕ ăçта чарăннă? Ты где остановился? (на квартире). Юрк. Çул çинче ăçта çитнĕ унта çĕр выртма, е лаша çитерме чарăнсан тусан, хăйсенĕн урапи туртисене, ыран ăçталла каймаллине пĕлмешкĕн, ялан çав енелле тăсса хураççĕ. Ib. Çул çӳрекен çын Атăлпа иртнĕ чухне Шупашкар хулине курма чарăнат. Янш.-Норв. Акаласа пырсан-пырсан, пĕр хапха патне чарăнаççĕ те, хирсем пурте яла кĕрсе каяççĕ. (Хĕр аки). Конст. чăв. Эпир Одессара Пантедеймон монастыр килне чарăннăччĕ. || Приставать. Янш.-Норв. Ку пăрахут Шупашкар патĕнче чаранмас пуль. || Окончить. Артюшк. Старик вуласа чарăнсан (когда окончил чтение). Юрк. Пĕр авка çак сăмахсемпе чарăнса тăрам, сыв пул. || Прекратиться, закончиться. N. Чарăнас пек калаççĕ (о войне). Алших. Авăт, куккук, хытăрах, чарăнасси инçе мар. Синьял. Акăш вĕçет – çил чарнать, кăвакал чăмат — шыв типет; эп çак ялтан кайсассăн, мана çекен çын чарнать. || Воздерживаться. N. Кивçен парасран чарăнса тăр. || Янш.-Норв. Хĕр вăрри çавăнта часрах минчет тутарасшĕн пулса, вун тенкĕ çинче чарăнса тăмасть (за 10 рублями не стоит). || Перестать. ЧС. Выляса чарăнсан, эпĕ лашасене пăхма кайрăм. Васильев. Чăнах, чӳк тунă, анчах ним осси те полман: вилес çын чӳк тунипе чарăнман. Регули 1287. Чарăнмасăрах паян ĕçлерĕм. Собр. Шыв чарначчен ĕçсен, вĕçкĕн пулать. Никит. Икĕ малти шăл тухса ӳкес пек лăканаççĕ, ыратат тӳсмелле мар, ним тусан та чарăнмасть. Сарат. Хăçан эсĕ ман япаласене çĕмĕрме чарăнăн. К.-Кушки. Ку сăмахсене вĕсем пĕр чарăнми калаççĕ. Эти слова они говорят без передышки. Ала 85. Хĕрĕ темĕн чухлĕ ӳлесе макăрнă, чарăна та пĕлмен. ЧС. Çумăр çума чарăннăччĕ. N. Ӳслĕк чарăнсах чарăнмас-ха, пуç та çаплах ыратать. || Орау. Шывпа юхса анакан пĕрене çыран хĕрне пырса чарăннă. Якейк. Эпĕр Африккă çĕрне пырса чарăнтăмăр. Мы остановились у берегов Африки. Юрк. Насус ампарне курсан, ун патне пырса чарăнат та, пăхкала пуçлат. Конст. чăв. Пĕр кун çурăран эпир Константинополе çитсе чарăнтăмăр.

час

скоро, живо, быстро. Шорк. Ай-уй! Эсĕ çитрĕн те-и конта? Йепле пит час килтĕн? Как, ты уже здесь? Как это ты пришел так скоро? Ал. цв. 9. Юмаха ăна час калатăн та, анчах ĕçĕ ун пек час пулмасть. N. Халлап час тăвать, ĕçĕ час пулмасть. N. Вăрçа час чарăнас çук, теççĕ. Юрк. Хăйсенĕн пуссине халĕ алтман, ăна алтас тесен те час пулмаст: укçа кирлĕ алтнăшăн тӳлеме. N. Çынсем ытла вĕрипе сивĕ шыва переççĕ, ачисем час кӳрсе килмесен кайран çаптарса та илеççĕ. Юç. такăнт. 29. Карчăк, час-и çак эсĕ? А.-п. й. 77. Епле ку пит час пуйса кайрĕ? Каким образом он быстро поправился? Сĕт-к. Ыраш тĕшши толса çитнĕ те, хыта пуçланă, час вырма тохмалла. ЧС. Час ан унтан. Слезь оттуда скорее. Йӳç. такăнт. 12. Ну, час пул. N. Урăна çурăн-и? Ытла час тата! Больно скоро. СЧЧ. Эсир епле час кайса килтĕр. Как это вы так скоро вернулись. Букв. 1900. Улача час хуралмасть. Такмак. Мĕншĕн час килмерĕр? Что долго не приезжали? Регули 266. Вăл час килмесен эсĕр çăвăрма выртăр. Ib. 90. Час поласси çок. Ib. 1235. Вăл час килимарĕ, эпĕр çĕрччен кĕтрĕмĕр. Орбаш. Ма час килмерĕн. Курм. Час корман. Давно не видались, редко видались. || Часто. Изамб. Т. Çуркунне автансем те час авăтаççĕ. N. Тата хут час яр. || Легко. Регули 704. Час (çăмăл) çĕмĕрĕлмелле япала. || Час. В. Олг. Сакăр час çитсе, саккăр пĕтерсе тăххăра кĕрчĕ, вон часа кĕрни пилĕк минут полчĕ, 9 ч. 5 м., вонă часа (сахата) пилĕк минутсăр. Богдашк. Ку çĕрле вунă часра пырат пупĕ патне укçа ыйтма тесе.

час-часах

очень часто, нередко. Сет-к. Эпир сирн пата час-часах кĕрсе тохатпăр. О сохр. здор. Çак кĕнекене эсир час-часах вулăр. N. Вăл çынпа час-часах калаçмасть. Вăл çынпа хутран ситрен анчах калаçать. Редко с кем говорит. Çутт. 31. Ачисен иккĕшĕн те куççуль юхса çӳрет, куçĕсем час-часах пăсăлаççĕ.

чашкăр

подр. шипению змеи, шипеть. N. Çĕленĕн чашкăрса çӳрет. Ходит и шипит, как змея. Такмак З. Унăн виçĕ витре кĕрекен сăмавар пур, вуник пуçлă çĕлен пек чашкăрса ларать. Сред. Юм. Вĕресе тохнă сăмавар чашкăрса ларать. Ib. Сăмавар ăшне вăт чăртсан сăмавар чашкăрать. СТИК. Çатма çине çу сĕрсе икерчĕ пĕçернĕ чухне çатма чашкăрать. КС. Çу вĕри çатма çинче чашкăрать, шачăртатать (потрескивает). Юрк. Вăрçнă чӳхне çĕлен пек чашкăрнине курсан, çĕлен юлашки çакланнине те сисет. N. Хуп кĕпер çинче пĕр чашкăрса выртакан хура çĕлен куртăмăр. (Мăн кĕрӳ такмакĕ). Ст. Чек. Чашкăрса çĕлен килет (шипя). Якейк. Вĕре çĕлен армантан тохса пирĕн çипа чашкăрса иртсе кар. || Дуть (о ветре). Шурăм-п. Иллим кунĕ çил вĕрсен, çулталăкпех çил чашкăрать, теççĕ. || Шуметь. Н. Байгул. Чăрăш тăрри чашкăрсан, çил тухат. Альш. Хăш-хăш пахчара хăвасем сарăлса ешĕрсе чашкăрса лараççĕ вара çула шыв хĕррипе. Байгул. Хумăш тăрри чашкăрсан, çил тухасси çавăнтан паллă. Сред. Юм. Çôрхи шыв чашкăрать. Ib. Çорконне шыв чашкăрни тастан илтĕнет. || Толст. Йăмра чашкăрса вутпа çуна пуçланă. || Ст. Чек. Чашкăрса çумăр ярать (о проливном дожде). || Сред. Юм. Паранк аври çак çăмăртан вара пит чашкăрса кайрĕ (сильно пошел в рост). Кан. Сĕлĕсем, урпасем, тулăсем, йĕтĕнсем тем пекех чашкăрса лараççĕ кунта. || Хорачка. Вĕтрен сăхсан ӳт чашкăрат. Пшкрт. Алă (тĕрт) чашкăрат (зудит от жара).

чеелен

ухитряться, стать хитрым, лукавым, льстивым, изворотливым, проворным, живым. Альш. Иван, эсĕ чеелен, çак пылчăкпах патша патне кĕр. Кан. Те сыхланă çĕртенех чееленнĕ. Ib. Чееленсе кайрĕ.

черет

очередь. N. Пĕр пӳрократ çапла каларĕ, тет: „ Эсир, ыйтусем, нумай, эпĕ пĕччен, черете тăрăр“,— тесе каларĕ, тет. N. Армана çитсессĕн пире черет час тимерĕ. Черечĕ пысăкчĕ. N. Черетпе параççĕ. Черетрен килтĕм. Б. Олг. Хама черет кисен, кайăп,– тетĕп эпĕ. Чуратч. Ц. Унтан икĕ ача хăйсен черетне персе иртерсе ячĕç те, пирĕн пемели черет çитрĕ. Кан. Черечĕ пин патнелле, тесе ăсатса яраççĕ. УМ. Хуркайăк пек карталанса черет кĕтсе тăтăмăр. || СТИК. Пирĕн кĕтӳ кĕтме кĕтӳçĕ тытнă чухне, ăна касăпа пухăнса тытаççĕ. Кĕтӳçе çу каçиччен пĕр 40–50 тенке тытаççĕ. Çак укçана вара черет тăрăх уйăрса тӳлемелле тăваççĕ. Кĕтӳре пĕр 80–90 черет пулат. Кашни черете 4 сурăх кĕрет, ĕне хăй пĕр черет, путексене, пăрусене, такасене унта шутламаççĕ, вĕсемшĕн тӳлемеççĕ, мĕшĕн тесен вăсем амăшсенчен ăрасна çӳремеççĕ, такасем сурăхсенчен уйăрăлмаççĕ.

чечче

оспа. N. Чечче касаççĕ. Оспу прививают. Тюрл. Хĕрлĕ чечче, шолтăра чечче. Череп. Чеччине чирлесе ирттернĕ. Чебокс. Пĕрре çак ман йăмăк питĕ йывăр чирпе чирлерĕ те, чечче тухса пĕр эрнеренех вилчĕ. Сборн. по мед. Чечче çинчен Дженнер ялта пурăнакан çынсемпе нумай калаçнă.

чыс

почет, уважение, честь, слава. Шел. II. 52. Хăшĕ пысăк чыс курать, хăшĕ пулать çын кулли. Истор. Эсĕ мана вăрттăн Ярополка тытса пар, эпĕ çавăншăн сана ĕмĕр чысра усрăп, тенĕ. Чăвашсем 10. Анчах эпир хамăр сан чысна пĕлейместпĕр (не умеем тебя достаточно уважить). Собр. Эсирех те ватă, эпир çамрăк, сире пуççапмасан чыс пулмĕ. Образцы З5. † Атте-анне ятне лайăх тытсан, пире лайăх çынсем чыс парĕç. Ib. З2. † Пире тăван кĕтет хай чыспала. || Вежливость. || Хороший прием. Кĕвĕсем. Çак тăвансем килсессĕн чыс пара пĕлмесĕрех ăсатрăм. Баран. 19. Тусăм, сана чыс кăтартам. Ала 14. Ах хăнаçăм тантăшăм, пирĕн чыса ан çухат! Пирĕн чыса çухатсан, хăвăн чысă çухалĕ. (Хĕр сăри). || Угощение. Такмак З. Çав мунчаран тухнă çĕре çак хăта чыс хатĕрлет. Образцы 61. † Ай-хай пĕр хăтаçăм, тăхлачăçăм, кĕрекĕрсем витĕр чыс çапнă. Собр. Пӳртĕрсем шурă, саккăр сарă, эпир тухса кайсан пушă юлĕ. И пушă та юлмĕ, мĕн те юлмĕ, сĕтеллĕрсем тулли чыс юлĕ. N. Чейне те ĕçтерет, чысне те лартать. Бур. Ял çине тухсан ятăр пысăк, килĕре килсессĕн чысăр пысăк. Туй. Туй евчĕ патĕнче чух евчĕ хĕр ашшĕсем патне пырать те калать: сирĕн чыс çитри? умăра пурте тулли пулчи? тет. Леш калать: мана хăтаран чыс çитрĕ, тет. || Пирушка. Туй. Тата виççĕмĕш чыса хатĕрленĕ виçĕ çулхи кăркки пулнă (у него). Такмак 2. Унăн иккĕмĕш чыса хатĕрленĕ пилĕк çулхи хура така пулнă. || Сред. Юм. Таса мар алпа тытса ĕçме-çименне чысне яраççĕ.

чие ĕшни

назв. поляны. Шел. II. 43. Çак икĕ шыв тăрăшшĕнче нумай ялсен хушшинче чие ĕшни тĕлĕнче чиешне те савăнать.

чик

совать, всовывать, сунуть; втыкать, вонзать всаживать. N. Хутаççа чик. N. Виç çĕр тенкĕ укçа чиксе кайрĕ. Салагаево. Пашалу çине тăвар, кăмрăк чикĕççĕ. N. Çынни пилĕк çĕр тенкĕ укçана илсе чикрĕ, тет те, юлташĕ патнелле уттара пачĕ, тет. Орау. Кĕпине чĕркуççи айне хĕстерет, çĕввине кĕпи çумне чиксе хурать те, унтан çĕлет. N. Ак эп сана тытса пуçна юр çине чикем. Орау. Кашни аллисене хурана чикеççĕ. Каждый сует в котел руки. N. Турчăка пур çинче алла вута чикмеççĕ. Коли есть кочерга, в огонь руки не сунешь. N. Алăк хушшине ална ан чик, теççĕ. Не суй руки между дверью и косяком. Пазух. 21. † Шур çăмартан çĕвви çук, йĕп чикме те вырăн çук. ТХКА 126. Сарă мăйăр, хĕвелçавнăш кĕсе кĕсе туллиех хĕрсемпеле каччăсем чике-чике тултарнă. Ядр. † Пирĕн ялăн хĕрĕ тесен пар лашуна кӳлсех тух, икçĕр тенкĕ чикех тух, ху тиек пек пулса тух. Çутт. 20. Тĕм кутне пуçа чиксе выртрăм. Кан. Е шетникрен тӳрех аллипе чиксе куçне çăваççĕ. N. Тата эпĕ кунта картăчкă ӳкернĕччĕ те, чиксе çуресе варланса пĕтрĕ. || Вложить. N. Пиçмо янă чух пиçмо çине пĕр кăранташ чиксе яр. || Укунуть. Истор. Вилнĕ çынсенĕн чĕрисене кăларса илсе шыв çине чикнĕ. || Уткнуть. ФН. Пуçне (лицо) çытар çине чикрĕ (уткнул). )| Подоткнуть. Орау. Утиал хĕрне ман аялла чик-ха (подоткии под меня одеяло). || Изамб. Т. Ăна аялти (кто внизу) улăм чиксе парат. ТХКА З6. Çăмахне шăрпăкпа чике чике çирĕмĕр, питĕ тутлă пулчĕ. || Сплести пальцы. N. Аллисене пурнисене хире хирĕç чикнĕ те пырать. || Кодоть. N. Йĕплĕ хулă чикет. Шиповник колется. N. Ĕç хытă та, çавах та чикмест, теççĕ. Работа жестка, но все-таки не колется. Ск. и пред. чув. 112. Йĕп чиксе те куç курмасть. Хоть иголкой (глаз) выколи — ничего не видно. Ал. цв. 6. Унăн тавра куçран чиксен те нимĕн те курăнмасть. Тогаево. Çĕрле полсан шуйтан çурисем темиçен анчĕç, тет те, çак каскана Иван тесе атă пăрисемпе чикме пуçларĕç, тет, чиксен чиксен вара охса карĕç, тет. (Из сказки). Букв. 1908. Чĕрĕпĕн йĕпписем чикнĕ (кололи). Якейк. Çак аякра тем чике-чике каять (что-то колет). N. Пире пĕр эрне хушшинче каçантан икĕ рас чиксе эмел ячĕç. || Приколывать. Кан. Вилнĕ Уçтини кăкăрĕ çумне пулавккăпа икĕ паккет чиксе лартнă. || Зарезать. БАБ. Пĕрне пĕри çĕçĕпе чикес пек тăраççĕ. || Закопать. || Хоронить. Чăвашсем 30. Ун пеккисене чикекен вырăн урăх тĕле тунă. Шурăм-п. Пĕлтĕр унăн матки вилчĕ те, чирĕк картине чикрĕç. Чăв. й. пур. 26°. Якку каланă: кунта мана пĕтеретрем, чикетрем, тенĕ. || Наклонять, опускать (голову, глаза). А.-п. й. 61. Пуçне чикнĕ те, çакăнтах шăнса вилмелле пулать пуль ĕнтĕ, тесе шухăшласа ларнă. N. Пуçне чиксе ларакан пиçнĕ çырла мар-ши çав. ЧС. Пиччесем, инкесем аран пуçĕсене чиксе иртеççĕ. N. Хăлхана ман енелле чиксе, манăн юлашкинчен йăлăннине илтсем. N. Хăраса пĕр сăмах чĕнмесĕр пуçне çĕрелле чиксе тăнă. N. Çынтан ыйтсан, е вăл туса парсан (çырса парсан), вара санăн унта нумайччен чăтса пуçна чиксе пурăнас пулать. Ал. цв. 12. Хуçа пуçне çĕрелле лаш чикнĕ те, шухăшла пуçланă. Образцы 2. † Çук çын хĕрĕ тиейсе пуçра чиксе ан тăрăр. Калашн. 7. Тĕксĕм куçĕсене çĕре чикнĕ вăл. Опустил он в землю очи темные. || N. Анчах çав япаласем çинчен пурне те тĕрĕс, нимĕн хушмасăр, нимĕн чикмесĕр çырас пулать. || Приобретать, наживать. N. Манăн пурăнмалăх пур-ха, укçалла выляса чикрĕм. || Присваивать. Кан. Хăй копператтив пуçлăхĕ пулсан та, укçасем чиксе улталама пăрахмасть. || Повредить кому, поставив его в невыгодное положение. N. Вĕсем пирĕн çынсен айван ăсне-йăвашлăхне курса май килнĕ чух чикме те ӳркенмеççĕ. И Прогулять. N. Тумтирсене сутрăмăр ытлашкине, укçине майрасем патне чикрĕмĕр. || Взять во что. ЧС. Шывĕ çăвара чикме çук, тăварлă. || Девать, прятать, спрятать, упрятать. N. Ăçта чикрĕн эсĕ ăна? N. Чухăн çын хăвăртрах тупăк хуппине витет те, пăтапах çапса лартать, унтан масар çине йăтса кайса, çĕрех алтса чикет. Дик. леб 44. Вăл хăйĕн аллисене чĕрçитти айне чикнĕ. Руки свои Элиза спрятала под передник. N. Алă хуçăлсан алсашне чик, пуç çурăлсан çĕлĕкшне чик, теççĕ. Будет сломлена рука в варежку спрячь, будет раскроена голова в шапку спрячь. N. Унăн ниçта пуçне чикме те вырăн пулман. || Положить. А.-п. й. 76. Нушана пăлтăралла сĕтĕрсе тухрĕç те, пысăк арчана тĕркелесе чикрĕç, унтан пысăк çăрапа питĕрсе илчĕç. Вытащили нужду в севи, положили в сундук, закрыли и заперли. Ск. и пред. чув. 112. Хĕвне çăкăр чикрĕ те... || Удержать в памяти. КС. Ăша чик. || Вкладывать (в голову), принимать к сведению, постигать. N. Кил хуçийĕн халапне пуçа чиксех (очень внимательно) итлеççĕ.

чикелен

чикеленсе кай, кувыркаться, кубарем покатиться, перевертываться через голову, перекидываться через самого себя. N. Çавăн чухне вара юлташĕнчен кулакан ача пуç хĕрлех чикеленсе кайнă. Эльбарус. Эпĕ çырманалла хыттăн ĕнесене хăваласа чопса аннă чохна, чăнкă пиркипе чикеленсе, йăваланса çохăрса анчах çырма тĕпнелле анса карăм. Икково. Чикеленсе, не перекувыркнуться, а только ткнуться, спотыкнуться. N. Алăкĕ урлă каçнă чухне мана пĕри хыçран тĕртрĕ те, эпĕ чикеленсе кайрăм. N. У (= вăл) хăй шува чикеленсе карĕ (упал в воду). N. Пырсан пырсан (за ямщиком), вăл тем пек ывăнчĕ, тет те, пĕррех чикеленсе кайрĕ, тет. Юрк. Аптăранă енне нимĕн тума пĕлмесĕр кая-кая ӳксе чикелене-чикелене каять. N. Çак ачан лаши темрен такăнчĕ те, чикеленсех карĕ. Баран. М. Иккĕ-виççĕ çаврăнса чикеленсе антăм. N. Чикеленсе карĕ, спотыкнулся и упал. Халапсем. Хытă пынă чухне лаши ăнсăртран такăнса чикеленчĕ кайрĕ. Ib. Ун çинче утланса ларса пыракан улпучĕ те, лашинчен малалла чикеленсе пыра пуçларĕ, тет. || Ложиться спать. Орау. Вырăн çинелле чикеленес тетрим, юрать-çке, каç та пулнă ĕнт. || Опираться. || N. Чикеленсе, старательно.

чикен курăкĕ

герань, журавельник (растение). Н. Карм. Чикен курăкĕ (йĕплĕ). Якейк. Чикен корĕк. Пухтел. Чикен курăк, назв. травы, которая употреблялась от колотья. Тăххăрлă-саккăрлă сунă. Сред. Юм. Чикен корăк, растение, употреблялось при колотье в животе. Орл., Д. С. Серг. № 50. Чикен курĕк (Geranium). Чикенпе аптăракансем çак курăка вĕретсе ĕçнĕ. Ст. Чек. Чикен курăкĕ; ăша хытă кĕрсен çавна вĕретсе ĕçнĕ. || Рак. Чикен курăкĕ, синеголовник плоский (Eryngium planumт). Чикен чиксен саккăрлă-тăххăрлă сунă, çапла каланă: „Пĕр чикен сăвап, ик чикен сăвап, виç чикен сăвап, тăват чикен сăвап, пилĕк чикен сăвап, улт чикен сăвап, çич чикен сăвап, сакăр чикен сăвап, тăхăр чикен сăвап, тăхăрăшĕ тăхăр çĕре саланса кайтăр. Пĕр чикен сăвап, виç чикен сăвап, пилĕк чикен сăвап, çич чикен сăвап, çиччĕш çич çĕре саланса кайтăр. Пĕр чикен сăвап, виç чикен сăвап, пилĕк чикен сăвап, пилĕкĕш пилĕк çĕрелле саланса кайтăр. Пĕр чикен сăвап, виç чикен сăвап, виççĕш виç çĕрелле саланса кайтăр. Пĕр чикен сăвап, пĕртте ан пултăр. Ху усална ху илсе кай, хăй ыррине хăнех парса хăвар. Тух, усал, тьфу, тьфу, тьфу (виççĕ сурнă). Ырă пӳлĕх, тăлппӳне сыв усра“. Когда считали, то тыкали травою (чикен курăкĕ) болящее место. Кайсар. Чикен курăкне шăмшак чиккеленĕрен вĕретсе ĕçне. Шывĕпе аякка çунă.

чикенек

назв. растения. Рак. Кайсар. № 15. Чикенек çаран çинче те, хирте те усет. Чикен чиксен, çак курăка алла тытса курăкĕпе чикен чикнĕ çĕре пусса, саккăрлă-тăххăрлă сунă, çак сăмахсене каланă... (См. чикен курăкĕ).

чимал

знач. не выясн. СТИК. Стой, чимал çак тупăлхана касса илем, шихлинчĕ валли пит аван, тесе каларĕ, тет.

чипер

красивый, хороший. N. Чипер = хитре = илемлĕ. Дик. леб 44. Епле эсĕ кунта килсе çаклантăн, чипер хĕрĕм? Как ты попала сюда, прелестное дитя? Ск. и пред. чув. 14. Вĕсен чипер хĕрĕсем е çӳренĕ вăрмана. КВИ. Чипер ача Сетнерĕн пĕр урхамах лаши пур. Пазух. 25. † Чипер ача, сар ача, выляясчĕ, кунта çук. N. Ачи чипер те, сăмси пылчăклă. Мальчик-то хорош, только нос в грязи. Сăрнай 2. † Эс чипер, эп чипер, чăн чиперри çак ачи... Ib. 6. † Эс чипер те, эп чипер, санран чипер тата пур, сик тух, чиперри! Ib. † Эс те чипер, эп те чипер, тавай виççĕн чуп тăвар, тавай иккĕн чуп тăвар. Ib. † Эс чипер, эп чипер, чăн чиперри кунта çук, сик тух! Ib. 8. † И эс чипер, эп чипер, чăн чиперри çак ачи. Ib. 13. † Чуп! чуп! чуп тума чипер ача кирлĕ. Халь те чипер, тата чипер, тата чипер кирлĕ. Пазух. 25. † Эс те чипер, эп те чипер, тимĕр туя каяр-и? Ib. 14. † Эпир чипер теетĕр, сиртен чипер тата пур. Образцы 13. † Питре писев сĕретĕр, эпир чипер тиетĕр. Якейк. Ай, чипер-çке ку! Ах, как она красива! Образцы З. † И, ту чипер, ту чипер, ту аякки çул чипер. Вылямашкăн-кулмашкăн тухя пуçлă хĕр чипер. Якейк. Ытла чипер уш, калама çук чипер, пит чипер, тĕлĕнмелле чипер. СТИК. Ку хĕр пит чиперскер (без недостатков в форме тела и красива, а илемлĕ — красива лицом). Ст. Чек. Чипер çын: 1) красивый, 2) хорошего нрава. Шурăм-п. Хĕрсем пуринчен те ытла. Пурте чиперпе пĕрех (почти все красивы). Ала 28. Эпĕ çавă урамра пĕр чипер хĕр куртăм та, унăн чиперне ытаримасăр çавă хĕр патне кайрăм. Юрк. Чипер, чипер тиеççĕ, чипер епле пулат-ши? Якейк. Вĕт вăрманта вĕт пошчи, сулля-сулля касрăмăр чипер çăпата тумашкăн. Трхбл. Эй мăнтарăн чиперри, вут-шыва ӳкерет. (Чиперри подразум. илемлĕ хĕр, вута-шыва ӳкерет = темĕскер те тутарат, пĕтĕм халпа хыпалантарат). Ст. Айб. Чипер çын килен-каян чуп тăвать. (Шыв курки). || Нормальный, здоровый. Альш. Чип-чипер çынах пулчĕç хай çынсем. Они оправились от похмелья. Ib. Халĕ те пулин чипер алă мар. И до сих пор рука не как следует, не поправилась. N. Чĕре те ыратать, ӳпке-пĕвер те чиперех мар. Сборн. по мед. Ку кĕнекене чипер тăн-пуçпа йĕркипе вуласа тухсан... || Полный. Етрух. Чипер выйлă ĕçкĕре хăнисем вунпилĕкшер, е çирĕмшер çуна пулать. || Целый. П. Патт. 6. Сан автан пек пĕремĕк чиперех-и-ха? (цел ли?). || Порядочный. Юрк. Хăш та хăшĕ (иной) чипер çын ачи-пăчинех хурлама тытăнăт. || Кан. Ха, чиперех çынна ӳкесрен çăлтăм (не дал упасть), ахалĕ ӳкетчĕ. || Спокойный. Сред. Юм. Чипер вилĕмпе вилмен çын (называют сгоревшего, утопившегося, удавленного, задавленного и т. д.). Арçури. Йӳсмер панчен иртрĕмĕр, чипер çула тухрăмăр. || Удачный. Арçури. Çулĕ чипер пулинччĕ, чун шикленми пулинччĕ. || Благополучно, удачно, счастливо. КВИ. Чипер кайăр. N. Чипер çитĕр! Желаю счастливо доехать (возвратиться). Я. Турх. Чипер кайăр! Счастливого пути, досвиданья (уходящему). N. Савса янă салама чипер илĕр. N. Кайнă чухне хуçине ак çапла каласа хăвараççĕ: çитĕ, чипер тăрăр, хуйхăр харама кайтăр, вилни чипер вырттăр, теççĕ те, килĕсене саланаççĕ. Янш.-Норв. Кăçал чипер качча парсан, ашшĕ (девушки) юратса пĕр тынапа икĕ сурăх парас, тет (в приданное). Ала 15. Пулăçăсем вара арăма тархасласа лартса чипер каçарса ăсатса янă, тет. Юрк. Сыв-и? Чипер пурăнатра? – Сывă-халĕ, чипер пурăнатпăр. Ib. Хăта-тăхлачă, сыв-и-халĕ? Чипер çӳретре? – Сыв çӳретпĕр-халĕ, турра шĕкĕр, хăр чипер çӳретре? N. Чипер пурăн, ан кулян. Ск. и пред. чув. 30. Чипер пурăнăпăр. ТХКА 41. Йĕрсе те ним тума та çук ĕнтĕ, ан йĕрĕр, йăхĕ юлнă-ха, тьыхи пур-халĕ, чипер пурăнсан, тьыхаран лаша пулĕ. Сятра. Чипер тат! Пили хорошенько. Юрк. Чипер кăна, хорошенько. N. Халĕ ошкăнĕпех (все) су, чипер, лайăх порнатпăр. Бес. чув. Сыв пул, чипер юл, терĕ те, килне тухса кайрĕ. Орау. Чипер авăртса килме пар. Чем люди живы. Сывă пулăр ĕнтĕ, чипер юлăр. В. Олг. Чипер йол! – Чипер кай! Шибач. Чипер кайса килĕр! (Пожелание уезжающим). Б. Олг. Чипер тăрăр, тет (хорошенько стойте). N. Ĕнтĕ чипер тăрăр (= аван тăрăр). Хывсан ют çынсем çапла каласа саланнă. Изванк. Ай шăлăмсем, шăлăмсем, ай йăмăксем, чипер пурнăр, ай чипер пурнăр. Сл. Кузьм. 60. Выльăхсене чипер кĕтме. Орау. Чипер кайса килмелле пултăр! Счастливого пути! N. Ыр каç полтăр.— Чипер кай. Сред. Юм. Чипер çаврăнса кил! Альш. Чипер юл, шкулăм, юратнă çĕрĕм. || Спокойно. Чăв. юм. 1919. 2З. Чипер çывракан хĕре вăратрĕ. Йӳç. такăнт. 24. Чипер выртас та çывăрас! Ала 67. Çĕнĕ çынна çул çинче çамрăксем чипер пыма памаççĕ, ялан çĕнĕ çыннăн шывне тăкма шухăшласа пыраççĕ. Скотолеч. 10. Чипер пурăннă çĕртех сасартăк чирлет. Орау. Чипер ларнă çĕртренех сиксе тăчĕ те лешне çупрĕ ячĕ. Ib. Чипер выртнă çĕртренех ачана исе тухса кайса шăмăшкă кăтартрĕç (беду причинили ему, всадили в серьезную вину). Ал. цв. 6. Çапла чипер аван пынă çĕртенех, сасартăк вăл хăй умĕнче вут çути ялтăртатнине курах каять. Ст. Айб. Чипер пурăннине мĕн çитĕ, теççĕ. (Послов.). ЧС. Эй ачамсем, чипер çӳрĕр, пит ĕçсе ан ӳсĕрĕлĕр. N. Унăн ури пушмакпа чипер утакан пулчĕ. N. Шкултан чипер вĕренсе тухнă пулсан вăл ача ун пек пулмастчĕ. || Осторожно. ЧС. Ачам, шыва кайса вилĕн, чипер хытланăр, шывăн турат çук. ТХКА 49. Чипер, хăвăра хăвăр астуса çӳрĕр вара,— терĕ анне. || Прилично, вежливо. N. Чипер калаç, чипер çӳре. Хорошо веди себя. Ашшĕ-амăшне. Чипер калаç. Не говори вздора. N. Чипер çӳрĕр; чипер калаçкаласа тăр; чипер çывăр; чипертерех хор. Сред. Юм. Чипер çӳре. (На прощаньи наставление). Изамб. Т. Сана миçе каланă: чипер пул, ан ашкăн, çын евĕрлĕ пул, тесе. Б. Олг. Ну, тет, хĕрĕм, чипер лар, ан ӳк, тет (с лошади). Кан. Чипер калаçăр. Мĕнле пуçпа калаçатăр эсĕр. || Довольно. Изамб. Т. Ул çĕр чипер тĕттĕм пулчĕ. N. Кăçал тырă чипер полнă. || Как следует. Изамб. Т. Тытнă пулсан (если бы поймали), чипер хĕртнĕ пулĕччĕ. Кан. Чипер шутласа пăхсассăн, кунти çынсен касма панă вăрмана питĕ тирпейлĕ тытмалла пек. Янш.-Норв. Вăл çывăрса кайсассăн, малтанах хăрлатма тытăнатчĕ те, унтан вара çывăрса кайсан, чиперех йынăшма тытăнатчĕ. Микушк. Чулĕ чиперех авăрса ларать, тет (молол как следует). Капк. Хырăмне те чиперех ӳстерчĕ ĕнтĕ. Чăв. й. пур. 20. Кĕрккине вара тытса юлса хĕнесе вĕлернĕ; вĕлернĕ чухне Кĕркка кăшкăрни Иванĕ патне чиперех илтĕннĕ. Трхбл. Тарăн çырма пуçĕнче хăмăш чипер хумханат. Перев. Çав асăрхаман пирки (из-за неосторожносги) пĕрре кăна пит чиперех хуйхăрмаллиех инкек килнĕ кăна. Трхбл. Вăйçи маттур каласан, тантăш чипер хумханат. Юрк. Ун чухлĕ çăвĕ пур чухне хăнине чипертерех çуласа çитереймерĕ. Ib. Юрĕ, тет ку та, юлашки çуртине кама памаллине чипертерех ăнласа илеймесĕрех. ЧС. Пĕрре праçникре эпир ачасем выляса тăнă çĕрте хамăртан инçех те мар, урамра ӳсĕр çынсем çапăçнине чипертерех курас тесе, патнерех кайса тăтăмăр. N. Чиперех кăнтăрла. || Крепко, зажиточно. N. Чипертерех тăракан çынсем. N. Апат-çимĕç чипер пурăнакан хресченĕнчен нимрен те уйрăм пулман. Ст. Чек. Чипер пурăнаççĕ = пуян пурăнаççĕ. || Действительно, вправду. СТИК. Чиперех хайхи мăн шухăш тытрĕ те, кая пачĕ (и вправду, взял да ушел). Коракыш. Эй-эй-эй, çирĕм пилĕк тенкĕлĕх япалана чиперех сая ячĕç (ячĕ+ĕç), эпĕ ăслăскер пулĕ терĕм те, ухмах пулчĕ. || Ст. Айб. Чипере курсан тăхăнас килет. (Çĕрĕ). || Красота. Тайба Т. Сан чиперпе ман чипер кăвак чечек тăрринче. Якейк. Пирĕн кинĕн чиперри вăрмая орлă корăнчĕ.

чире хыв

притворяться больным, прикинуться больным, симулировать. N. Чире хывса пĕр-пĕр чух ĕçрен юлмарăн-и? Сиктер. Çак арăм ахалех чире хыват, тет. N. Ĕлĕк пĕр арăм чире хывнă. В прежнее время одна женщина притворвлась больной.

чирле

хворать, болеть. N. Эпĕ шăнтакан чирпе чирлерĕм. Я хворал лихорадкой. Букв. 1900. Чирлекен пурте вилмест. Не все больные умирают. N. Чирлесе пурăннă вăхăтра. N. Вăл чирленĕ, захворал. N. Эпĕ кăçал нумай чирлерĕм. К.-Кушки. Чирлесе вилмерĕ, трук вилчĕ, çавăнпа хуралса кайрĕ. N. Çак хута чирленипех çыртăм: сивĕ чире ерсе карăм. Сборн. по мед. Чирлĕ ачана чечче кастарсан, хăшне нимĕн сиенех те пулмасть, хăшĕ тата чирлерех парать.

чир-чĕр

всякая болезнь (в собират. смысле). СПВВ. Сред. Юм. Чир-чĕр, болезнь. Орау. Çуркунне, чăн малтан аслати авăтнă чухне ачасем çăмăр айне тухса: чир-чĕр кайтăр, чир-чĕр кайтăр, тесе силленнĕ (встряхивались). ЧС. Чир-чĕре аяккала сирсе ярах. (Моленье). Череп. Вечером в вербное воскресенье носили по улицам прутья, стучали ими по окнам, заборам, воротам: чир-чĕр кайтăр! Сами давали себя бить (хворые). Н. Шинкус. Пире тепĕр çак вăхăтчен пур усал чиртен-чĕртен те сыхласа хăтарса тăр. (Моленье). Якейк. Пирн килтен-çортран чир-чĕр татăла пĕлмерĕ.

чис

угощенье. Альш. Хура вăрман çине пас тытнă, тăванăмсем, ăсатăрсам пире, чис çитнĕ. N. Çав мунчаран тухнă çĕре çак хăта чис хатĕрлет. Ст. Шаймурз. Çак тăвансем патне килсессĕн, хăçан чис курмасăр кайни пур. Ст. Айб. Савнă тусăм аса килнĕ чух, çитеймерĕм эп чиспала. || Пиршество. N. Унăн пирвайхи чисăнче çичĕ çулхи вăкăрĕ пулнă. || Почет, честь, уважение. Ала 11°. Ку çамрăк хуçа арăмĕ ку ватă хуçана чис парса каллех ĕлĕкхи вырăнсем çинех лартăрĕ, тет. N. Эпир ачана çак тĕрлĕ чис туса килетпĕр, эсир ырă кăмăлтан кĕтетре? Юрк. Ямшăксенĕн чăпăрккисем вăрăм чăпăрккă, çавăрса çапмасан чис пулмĕ. Ст. Чек. Чисран тухнă (человек, потерявший нравственность). Ib. Ман чисма ярат (çухатат), меня компрометирует. || N. Иртен-çӳрене пăхма юратнă çынсем çĕнĕ хăнасене пит чис пăхнă. || Ст. Чек. Хăрхăм хăй чисра: ăна нимĕн çитере пĕлмеççĕ.

чис пар

угощать. N. Çак аппана-йыснана мĕн чис парса юрам-ши?

чисти

совершенно, совсем, вчистую. Капк. Мана халĕ, чăнах та, сивĕ душ кирлĕ, чисти пăр пеккиех! N. Пĕр вăхăтра чисти авланаттăм, илес тенĕ хĕр кăçал çăв уйăхĕнче вилсе кайрĕ. Янш.-Норв. Кирлĕ япаласене чисти хатĕрлесе çитерсен... Юрк. Чисти хатĕр пулсан (все готово), Митукне çемйипе уйăрса кăларат. Сред. Юм. Пĕрмай ман хыçран çакăнса çӳресе чисти аптăрарăм эп онпа (про маленьких детей). || Настоящий. Сред. Юм. Чисти çорах полчĕ ĕнтĕ. Теперь настала настоящая весна. N. Чисти (как есть) аçуах ес! ЧП. Çул хĕрĕнчи тĕмеске чисти çăхан кĕлетки. N. Кам май пĕлмест, кам айван, çав çын чисти çак автан. Юрк. Вăл чăнласах та чисти вилнĕ çын пек пулнă. || Уж очень. N. Аппăшсем чисти савăнчĕç, тет. Альш. Патша хĕрĕ чисти ĕсĕкле-ĕсĕкле, йĕрет, тет.

чуклеме

то же, что чӳклеме. Менча Ч. Çак пиçнĕ чуклемемпе çунатлă хурăмпа сана, ырă туррăм, тархаслатпăр, кĕл тăватпăр. (Из „Чуклеме“).

чуман

чоман, ленивый (о лошади). Н. Карм. Чуман лаша. Б. Олг. Чоман ут, ай-ай пушă пит çĕклет, чоман. СПВВ. ТМ. Кӳлсен пыман лашана чуман лаша теççĕ. Якейк. Чуман лаша, ленивая лошадь, без кнута на такой лошади нельзя никуда выехать. Ск. и пред. чув. 112. Турткалаймасть, тухатмăш, чуман лаша пек чупать. || Мешкотный, вялый. Пшкрт., Тюрл. N. Чуман = мĕшĕлти. N. Чуман = лӳппер. || Нечто вроде салазок для возки мякины (арпа). Ст. Чек. СПВВ. Чуман – вроде салазок из лубков. Ib. Шăвăç чуманпа илсе кайăп (обнадеживают детей). Шел. 41. Чуман сĕтĕрнĕ пекех çын вилли сĕтĕреççĕ. К. Розанова. Чуман – род саней. Ст. Араслан. Атьăр пирĕнпе туя касси камантипе, ут утланан, сăмсапа сывлан, кутпа тĕртен, хырăмпа шăван. Вати-хĕти туяпа, куçĕ куран, хăлхи илтен уксах-чăлах чуманпа. Paas. 188. Чуман = чуман. || Короб. Ильк. N. Чуман, сплетенный из ивовых прутьев кузов небольших саней, употреблялся для возки навоза, доставки с гумна во двор мякины для скота и пр. (Повидимому, слово чуман восходит к форме чулман, чалман, что у скотоводческих турецких народов, напр. у карачайцев, туркмен, означает овец с молодыми ягнятами). Чеменево Б. Чуман, хăваран авса тунă çуна. Çав çунапа навус, арпа, тата ытти япала та турттараççĕ. Çак çатан вырăнне тата шăвăçран (из белой жести) çапса тăваççĕ. Унпа та çавăн пекех турттараççĕ. Ăна шăвăç чуман теççĕ. Вăл çуна пысăках мар. Унăн хыçĕ çуни пуçĕнчен çӳлĕрех. || СПВВ. ФН. Чуман çине лашасене пăтратсан сапса паракан çăнăха хураççĕ.

чун

чон, душа. К.-Кушки. Чĕнтерлĕ кĕпер айĕнче шăнкăлтатат кăвакалăн чĕпписем, кăвакалăн чĕппи мар-тăр вăл, пирĕн пек мĕскĕн ачасен чунĕ-тĕр. И. Тукт. † И, çилсем вĕрет, вичкĕн çил вĕрет, вăйлă çăмăрсем капланса килет. Ултавах тĕнчи, йăвăр самани пирĕн чунсене тыткăна илет. (Ĕлĕкхи юрă). Образцы 48. † Çак тăвансем патне килсессĕн, килмессерен чунăм савăнать. Ib. 48. † Хампа пĕрле тăрса юрлакана çур чунăма çурса парăттăм. Пазух. 28. † Сăрисем те пыл пек, хуçи чун пек, мĕншĕн тăван тесе калас мар. Образцы 13. † Пăхсан ĕçĕм юлать-çке, пăхмасан чун чăтаймасть-çке. Ib. 5. † Мĕншĕн вăйя тухмастăр чунăрсене йăпатма. N. Сасси те çав шăнкра пек каччă чунне çемçетет. Ск. и пред. чув. 37. Çутăлать Мăн-шыв, чуна хăпартать. N. Çамрăк чунăм çĕкленет. Капк. Кинĕ каланă ăшă сăмахсене илтсен, карчăк чунĕ тин лăш карĕ. Ст. Шаймурз. Çак шухăш аса килсен, вара чун питĕ хурланатчĕ, питĕ пăшăрханатчĕ. N. Чун хĕпĕртенипе ниçта та кайса кĕрейместĕп. Арçури. Чон шикленет, ăш вăркать. Çĕнтерчĕ 18. Ан калаçтар, анне-е-е! Чун тарăхать. N. Чун вирелле тăрат саççим çавсемпе айкашсан. Пухтел. Чунĕ пӳлĕнет (у человека умирающего, если кто-нибудь громко заплачет). Н. Карм. Пире хаяр сунакан çынсем, çипрен çинче чунĕ татăлтăр. N. Чун татăлас пек уласа макăр. Пшкрт. Чонă татăлтăрай. (Ругань). В. Олг. Торă татса кайтăр сан чонна. (Сидьная ругань). N. Пĕр-ик-виç кунтан ача чунĕ, чĕкеç пулса, ашшĕ пӳрчĕ тăррине тăрса юрлат. (Из сказки). Дик. леб 52. Чăн аслă пиччĕшĕ каланă: çапла çав, вăл айăпсăр чун! тенĕ. Ib. 50. Тимĕр решеткелĕ чӳрече тулашĕнче çирĕх-тăрри (юрлакан кайăк) ларнă, вăл та хăйĕн савăнтаракан юррипе унăн чунне пусарнă. А дрозд, сидевший за решетчатым окном, утешал ее своей веселой песенкой. Букв. 1900. Ӳчĕ пур та, чунĕ çук. (Çурта). Зап. ВНО. Чунĕ пур, юнĕ çук. (Тараккан). N. Чун пулсан чул хушшинче те усрăпăр. Ст. Шаймурз. Çын урлă сăмах илтсен, çулçă пек çамрăк чуна питрех хĕн. КВИ. Çамрăк чун та пĕчĕк чун, чунĕ ытла çемçе çав. Ентĕрел. Хальхи ачасен, хăйсем çураличчен, чунĕсем çуралнă. (Говорят старики, дивясь детям, напр., тому, что они катаются на коньках, которых чуваши прежде не видали). Тайба Т. Тăвансем аякра, чун çывăхра, килсе кураймастпăр çеçен хир урлă. Орау. Çăмăлланасси пит хăрушă.— Чунтан чун уйăрлать те, хăрушă пулмасăр. Якейк. Çын пăсăлсан поканя, е чостаран çын кĕлетки туса, салакайăк çăмарти илсе, пĕр-пĕр çĕре кайса пăрахнă чох: чон вырăнне чон паратăп, кĕлетке вырăнне кĕлетке паратăп,— тенĕ ĕлĕк тĕттĕм чăвашсем. Питушк. Пит лайăх лашасам, чон тăма çĕр çук. Изамб. Т. Епле унăн чунĕ чăтат-ши? (без работы). N. Çывăхра персен так чон топаннех сиксе анать. || КС. Чуну пур-и? Жив ли? || Жизнь. N. Чĕкеçĕсем чие хушшинче, çуначĕсем пĕлĕт хушшинче; сан чунупа ман чунăм ылтăн ука хушшинче (наша жизнь течет радостно). Якейк. Чол-холара чол хаклă, кăçалхи çола çитрĕм те, чол хаклă мар, чон хаклă. (Солд п.). N. Сан чунупа, тăван, ман чунăм тĕнче çине тухнă хĕвел пек. || Существование. N. Апат начарланчĕ, но чон осрама (поддерживать существование) полать, терĕ. || Человек. N. Этем чунĕ вали нихăçан та çурхи пек савăнăç çук. Собр. Мачча пĕрени шартлатсан, чун катăлать, теççĕ. (Поверье). Орау. Пирĕн кĕçĕр пĕр чун хутшăнчĕ. Мĕн ача тата? – Ывăл. СПВВ. Киле чун хутшăнсан... (В Сред. Юм., напр., если возьмут в дом сноху или если родится ребенок). Дик. леб 41. Вăл çурта акăшсене пĕр çын чунĕ те илсе кĕме юраман. || Душа населения, едок. N. Арçын чунĕ, мужчина (как одна душа населения), хĕрарăм чунĕ, женская душа (когда считают по душам). КС. Эсир пире çĕрсене чунтан мĕн тивнине улпучĕсене те пур хура туналлă халăхсене тан туса уйăрса парăр, тенĕ. || Живое существо. СТИК. Ку та вĕт чун! (Питĕ начар, нишлĕ путексене шеллесе калаççĕ). Ib. Пĕр чунтан икĕ чун пулчĕ. (Сурăх пăруласан калаççĕ). Ст. Шаймурз. Кунта мĕн тума килтĕм? (пришла я?). Пĕр чун та çук. Стюх. Ай-хай-ах-та, манăн тантăшăм, санпала манăн сăмах килĕшет. Ĕлĕкрен пĕрле пурăнса, пĕр чун пулса, санпала пĕрле ӳснĕрен. С. Тим. Атте, савнă чуну пулăттăм, ăшăнта мĕн пуррине пĕлĕттĕм. Ау 2°. Хулара пĕр чун та çук, тет. Сред. Юм. Мĕн тума кайрăм эп онта, исмалин пĕр чон та çок-çке ĕнтĕ (ни души нет). N. Тыр вырнă чухне ял хушшинче пĕр чĕрĕ чун та çук. N. † Ларсамăр вырăнăра, тытăр куркăра, эпĕр тайăлса тăрар сирĕн умăрта; эпир тайăлнă чух ĕçмесессĕн, турă хурланă чун пулăпăр, эпир тайăлнă чух ĕçсессĕн, турă савса çуратни пулăпăр. N. Эпир, мĕскĕн чунсем, çынсем пек çӳреймерĕмĕр. Юрк. Унтан ĕлĕктерех тепĕрне çураçма тусаттăм, вăл тата, ырă чун, ĕлĕк хăй савнипе сăмах пĕтернĕ пирки пыма тумарĕ. Орау. Чунтан пĕр курка ĕçмелле. Каждый должен выпить по ковшу. Ала 86. Ах, ву парасси парать те, анчах унăн хĕрĕ чун нумай илет, тата тепĕр пилĕк юпа анчах юлнă, çав юпасем çине сирĕн пуçăрсене касса хурĕ вăл, терĕ тет, карчăк. || Животное (скотина, птицы). НТЧ. Аслă кĕлĕ, аслă ырă, çак сан ятна илнĕ (купленных) чунсене (животных) юратса паратпăр, юратса ил. (Моленье киремети). Г. А. Отрыв. Тĕрлĕ выльăх чунне пусаç. Колют разных животных (на моленьи). Ал. цв. З4. Вăл чăтлăха пĕр кайăк чунĕ те вĕçсе кĕрсе курман. || Дыхание, дух. ЧС. Ун патĕнчен иртсе çӳренĕ чуне чуна хытарса сехĕрленсе аран иртсе каяттăм. N. Чунна ан çăт. || Сердце, настроенне. N. Манăн сăмахăма итлесе кĕнекемсене эпĕ ыйтнă çĕре яракан çынсене пурне те ăшă чунтан тав тăватăп. Çĕнтерчĕ 12. Хыпар илтсен чун тапать. В. Тим. Эсир те саватăр, те савмастăр, савнă пек туйăнать чунсене. N. Ан тухăр, хĕрсем, тумланса, ай люльи, йĕкĕт чунне çунтарса. Чебокс. Манăн питĕ чунтан юратакан Александра ятлă йăмăк пурччĕ. Я. Турх. Чунтан юратнă манăн савнă ырă çыннăм. ЧП. Чунран савнă тăван. N. Пĕтĕм чунтан юрат. N. Манăн чон сан çинче тăрать (я тебя обожаю). Бгтр. Ку кайнă чох, хваттер хоçин ачи, онпа пĕрле пырасшăн, чонтанах макрать, тет. Пазух. 12. † Кунтан вăйă иртсессĕн, арăмсенĕн чун кантăр. Калашн. 6. Анчах халĕ, арăмĕ мăшкăл курса чунĕ витнĕскер, вăл кĕрлесе тăракан тинĕс пек. Курм. Чонсем-варсем варлă хĕр, епле чонпа выртать-ши, чонсем-варсем варлă хĕр, епле чонпа тăрать-ши? Якейк. † Уя тохсан чон уçăлать, киле кĕрсен чон тăвăрланать (становится тяжело на душе). N. Çулла тулалла (вăрманалла, хирелле) чун туртать. N. Чон тарăхать. Досада берет. || Мысль. N. Чунна аскăн хĕрарăмсем хыççăн ан яр. N. Эпир халĕ тин чунпа пурăнма пуçлакан халăх вĕт. N. Ман хăлхамри кĕмĕл алка çутти ӳкет пит çине; çиекен çынсем тек çиччĕр, пирĕн чунсем аякра. || Милый сердцу. Çатра Марка. Ах тăвансам чонсам, тантăшсам. К.-Кушки. Ĕçсем куркусене пыл тесе, ыткаласа илсемĕр чун тесе. С. Дув. Ĕçкĕ ĕçер, тăван, пĕрле пурăнар чун тесе. Юрк. Савнă чунпа ĕмĕр иртерсен çамрăк чĕре çăвĕ ирĕлмес-çке. Каша. Вуниккĕн явса пĕтменне кил, савнă чун, явар-и? N. Хуйхăр сан та ан йĕр, чун, сан пурнасси малалла! N. Аннем, юратнă чунăм, пĕлсем хĕрхенме. Хĕр йĕрри. Утмăл хăма тăрăшне утса тухса пулмарĕ, çитмĕл хăма тăрăшне çитсе курса пулмарĕ, чунăм савман ачаран пуçма хăтарса пулмарĕ. ЧП. Ай-хай тăванĕсем ай чунĕсем. || Полтава 70. Уй-хир тулли пур халăх чунтан ячĕ ахлатса! Ib. 72. Халь пуç каснă вырăна чунтан чупса пыраççĕ. Сред. Юм. Çын вĕлернĕ тенине илтсен ман чôн сӳлетсе кайрĕ. СПВВ. ИФ. Чун сӳ тăват: пит хăранипе ăшăра темскерле сиввĕн туйăнса каят, çӳлтен ярăнса аннă чух, е таханка сикнĕ чух чи малтан хăнăхаччен сӳлелле аялалла аннă чух сӳ тăват, теççĕ. Букв. 1886. Манăн тнн чун кĕчĕ (= тин лăплантăм). || СТИК. Пысăк çăпан чуна кайса тивсе ыратат. (Выраженне сильной боли). Сред. Юм. Ах тôр, чонах кайса тиврĕ. (Говорят, когда нечаянно задели чем-нибудь чирий, я когда он очень болит). || N. Молкач ашне çиме манăн чон çĕкленмест. || Ст. Шаймурз. Чун тус чуна илет, тет. (Послов.). Пазух. 87. † Уяр çул çăмăр çусассăн, пĕтĕм тĕнче хĕпĕртет. Савнисем, сире курсассăн, чунпа чĕре хĕпĕртет. Истор. Хуйхă куракан çынсем чунĕсене пусарма пынă. N. Чун систернипе. Лашм. Çеçен хир варрине тухрăм хĕвел ăшăне, лартăм йывăç сулхăнне, çулçисем пĕр ешĕл, ан пăрах, тăванçăм, чун çамрăк. N. Çынсем уласа макăрни çын чĕрине çурас пек чуна тăвăлтарать. N. Чунĕсем хавшаса çитнĕ. Полтава 12. Чунтан-вартан куллянса. Юрк. Пĕрне-пĕри чунтан чуна юратса тăранаймаççĕ.

чун илĕртмĕш

мой прелестный. Юрк. Тухмăтăмччĕ çак уява, чун илĕртмĕш ачи пур.

чун усси

знач. не дано. Синьял. Пурçăн тутьăр пуç çути, çак ял ачисем чун усси.

чун кӳрт

оживить (напр. утопленника). Нюш-к. Ача çуралсан сывлаймас пулсан темле кăвапине сăтăрса чун кӳртетпĕр, теççĕ. Ун пек çуралнă ачасене чунсăр тухнă,– теççĕ. N. Вĕлле тăрринче сарă çеçке, сикет тăрать, кăшкăрать, вилнĕ çынна чун кӳртет. (Автан). Шихаз. Çак çурта пăсакан тухатмăш ман айри шанкăран лаша туса чун кӳрттĕр. (Из наговора). См. Магн. М. 195. Чун кӳртни.

чунлă

живой, одушевленный. N. Çак кĕлĕсене (божкам) тата кам хал çитекен чунлăран парса тухнă. Чунлăран тесе ак мĕне каланă: çак çырнă кĕлĕсене 17 те чунлă япала е хур, е кăвакал, е сурăх, е путек, е пăру парса тухнă, анчах ăна кам хал çитменни чирлесен çеç тунă.

чун пек

ровно своя душа, сильная любовь. Альш. Пирĕн килнĕ хăнасем чун пекех. Курм. Пирĕн йинке чон паках. КС. Чун пек юратать (очень любит). Питушк. Ах ача, чон пак йорататăп, ман пата килмест, хам илесшĕн (о девице говорит влюбленный). Сала 239. Килтĕм ах та кĕтĕм эп çак киле, эсир мана паян чун пекех. Кĕвĕсем. Юратмастăп тесе ан кала, тупата чун пек куратăп. || Очень (положительно). П. Федотов. Хайхискерĕн хăнара чун пек ташламалла, тет, хăнасенчен вăтанать, тет. Микушк. Ман савнă тăванăм пĕрре анчах, курса калаçсан чун пекех. Хурамал. Пирĕн çак тăвансем пит аякра, курса калаçасси чун пекех. N. Пурте чун пек ăна хавасланса кĕтсе тăнă. N. Сирĕн çырăвăра чун пек кĕтеп. Питушк. Чон пак çияс килет. Очень хочется есть.

чуп

чоп, бежать, скакать. КВИ. Лаши чупать пуç ухса. КС. Ай-яй, лаши хыт чупаçке (= чупать-çке). Ах, как быстро бежит лошадь. Образцы 44. † Пĕчĕкçеççĕ лаша турă лаша, чупма турти вăрăм пулинччĕ. N. Юртăпа чупать. Регули 102. Ку лаша чопасра (чопасса) çăмăл. Калашн. 15. Кайăк пек вĕçсе килелле чупрăм. И домой стремглав бежать бросилась. Хĕр йĕрри. Тăван тесе чупрăм та, çичĕ ют ачи пулайрĕ. Ib. Чупрăм антăм çырмана кĕмĕл çĕрĕ пулĕ тесе. Ib. Чупрăм антăм çырмана, юхрĕ тухрĕ шерепем. Ib. Чупрăм кĕтĕм пĕр пӳрте, хамăр çеме пулĕ тесе. Ib. Ах, аккаçăм, аккаçăм! Пĕрре ларма килтĕм те, чупрăр тухрăр ăрама, хамăр тăван пулĕ тесе. Ib. Чупрăм тухрăм ăрама, хамăр савни пулĕ тесе. Образцы 45. † Чупрăмах та тухрăм эп урама. N. Кĕт тарланă тарламан — шыва чупать чӳхенме. КВИ. Ав унта хитре хĕрсем ĕни хыççăн чупаççĕ. НР. † Чупрăм каçрăм çак ăрама... Прибежала я на эту улицу... N. Тӳсеймесĕр масар çине чупа парать. Хĕр йĕрри. Атте çурчĕ утмăл хăлаç, ут пек чупса çӳреттĕм. КВИ. Ачи-пăчи выляса чупса çӳрет урамра. Ск. и пред. чув. 15. Вара кĕтӳçĕ пӳртнелле чупса кайрĕ васкаса. Ib. 46. Чупса та кайрĕ вăл хăйĕн килне. Ал. цв. 13. Часах аслă хĕрĕсем те чупса пыраççĕ. N. Пуян пиччĕшĕ ку пуйни çинчен илтет те, ун патне чупса та пырать. N. Чупса пычĕ хăвăртрах вăл хăй ывăлĕ патне. Ст. Чек. Пăлак акка хăранипе чупа-чупа тарнă. N. Чупса пынă чухне хирĕç çил персе пырать. N. Чупса пырса сикмелĕх вырăн пулмарĕ те, тӳрех сикмелле пулчĕ. N. Чупса пырса сикмелĕх (для разбега) вырăн çукчĕ те, тӳрех сикмелле пулчĕ. Чураль-к. Пĕр пураклăх хурăн хуппишĕн чупрăм хăпартăм хурăн тăрне. Кармалы. Çав сăмахсем çинех тилĕ чуп кил. Перев. Çав сăмахсене кашкăр калаçса тăнă чух тилĕ чуп çит. Цив. Но, айта, çăртан полă ячĕпе чопа пар. Н. Карм. Çунатсăр вĕçет, урасăр чупат. (Çумăр пĕлĕчĕ). Ск. и пред. чув. 27. Вăхăчĕсем иртеççĕ, варти шыв пек чупаççĕ. || Жить. Якейк. Лайăх чопаттăр-и? – Чопкалатпăр та-ха. Как поживаете? – Живем пока. || Ходить (о судах). Б. Яныши. Унта çитсен праххотсам чопнине пăхкаласа ларнă чух мишавай çитрĕ. КС. Прахут чупать (идет). Эпир çур. çĕршыв 25. Сăрă çинче пăрахут та чупать. || Кататься (на дошади). Ст. Яха-к. Ун чухне вара ачасен ту çипе çунашкапа ярăнма каясси килмест, лашапах чупас килет. (Çăварни). N. Чуп, чуп, лаша, чуп, лаша: эпир çăварни чупас çук. || Ездить, разьезжать. N. Пасартан пасара чуп. N. Ямшăк чуп, ямщичить. ЧП. Кунĕн-çĕрĕн ямшăксем чупаççĕ. Кан. Лаша кӳлсе ĕçке те чупма пăрахатăп. || Катиться. N. Арпус чупса аннă чухне пĕр мулкач тухса карĕ, тет (когда арбуз скатывался). || Ползать (о мухе). Бгтр. Ман çинче шăна чопса çӳрĕ. || Плыть (об облаках). Ск. и пред. чув. 112. Хура пĕлĕтсем чупаççĕ. Чув. прим. о пог. 103. Сийлĕ пĕлĕтсем хытă чупсассăн, уяр пулать. (Если) слоевые облака быстро двигаются – к ведру. || Двигаться. Регули 1541. Çын ман çола çитсен чопма йоратмасть. || Якейк. Ку чопмалли ана-ха (вырма лайăх, сарарах тырă çинчен), часах вырса прахăпăр. Ани лайăх чопать те, тырри сахал. Ани чопмалла та, йышĕ çок та, ытла валаллах каймасть. || Случаться (о животных). Альш. Ĕне çуркунне чупса юлчĕ. Чертаг. Чопас тына (виç çулта, о телке). Кан. Камăн та пулин ĕни чупсан, ун çинчен хуçине систерес пулать.

чупкăн

чопкăн, бегун, бегающий попусту, непоседа. Вир-ял. Çак хĕр мана чупкăн тет, чупкăн ятне илтмесĕр çав хĕр качча ан кайтăр. Трхбл. Киле те ярса пусмастăн, чупкăн. Б. Олг. Еккей вăл арăм ял чопкăнĕ (ял тăрăх элеклесе çӳрет). Хорачка. Ай чопкăн, ста чопса çӳрерĕн? Орау. Ял тăрăх чупкăнта çӳресе ӳснĕ. Ib. Вĕсен те тата ачисем кĕрт йытти пек чупкăнсем. Юрк. Мĕнтен-мĕнтен çапла тунине пĕлсе çитсен, вăрçнă чухне нимĕн тума аптăраса тытăнат арăмне: эсĕ шуйтан, эсĕ есреллĕ, эсĕ упăте, эсĕ чупкăн йытă, эсĕ çĕлен, тесе тĕрлĕрен ятлат. || Беговой. Шел. 63. Чупкăн лашасем (ака туй чупакан лайăх лашасем) ташласа пуçĕсене ухаççĕ. || Ямщик. Тюрл. Чопкăн килчĕ (ямщик на станции). Альш. Ĕлĕк аслă çул çинче чупкăн чупатчĕç. Ib. Чупкăн чупакан, гонщик.

чут

чуть, едва. В. Олг. Хопахра çынсам попляса лараччĕ: çа çыннăн хĕрĕ чут анчах вилес пек, теччĕ (при смерти). N. Чăн аслă янрал пит хăранă, чут аптраса кайман. Чăв. й. пур. 14°. Мана ĕнер кăлава нимĕнсĕрех хĕнесе чут вĕлеретчĕ, тенĕ. Ib. Ашшĕ чут вилмен. БАБ. Çапла çапа-çапа ăна чут вĕлермерĕ, тет. ЧП. Чут такăнса ӳкеттĕм. N. Вара чут анса каяттăмăрччĕ. Ивановка. Мана вĕсем чут анчах хуса çитетчĕç, эпĕ аран-аран киле тарма ĕлкĕртĕм. Ау 16. Эх анне! Мана çак çын чут кăна пăшалпа перетчĕ. Никит. Маччана чут та шаккамаççĕ.

чут-чут

чуть-чуть. Образцы 39. † Сĕтеллĕрсем çинче шур çăмарта, чут-чут шуратмасăр çиеттĕм. Çак тăвансем патне халь килсессĕн, чут-чут юрламасăрах каяттăм. Ау 25°. Сиктерет тет те, чут-чут кăна çитеймес, тет. Сред. Юм. Если куда-нибудь только немного не успеют в назначенный срок, то говорят: чут-чут çитеймен. (Чут-чут имеет одинаковое значение с пăртак-пăртак). В. Тим. Чӳречĕрсем çинче сар çăмарта, чут-чут шуратмасăр эп çиеттĕм.

чух

чох, пора, время. Конст. чăв. Вара эпĕ: ĕнтĕ кăнтăрла çитет пулĕ, мана ăсатăр, пăрахут çине çиткелесе лараччен чух пулĕ, терĕм. Курм. Атьăр киле, ачасам, киле кайма чох полнă, хĕрсем кĕтсе тăраççĕ полĕ. Б. Хирлепы. Атьăр киле, ачасем, киле кайма чух вăхăт. Бур. Ĕнтĕ ир те пулат, каç та пулат, пире киле кайма чух пулат. Сред. Юм. Сана кайма та чох çиç (пора идти). || ЧС. Ун пек чух нимĕн туни те малалла каймасть. Ib. Çилĕ тата çавнашкал чух таçтан тухат-и тен, улăмпа витнĕ çурт тăррисене çавăрать анчах. Б. Олг. Су пол-ха тепре кориччен. Ста тата тепĕр чох корăпăр çапла, корăпăр. || Впору, как раз. N. Ку пиншак мана чухах. Этот пиджак мне впору. N. Ку мана чу-хах. N. Чох ларать темпир (впору, плотно). Сĕт-к. Ку сăхман мана чохах йорать. Орау. Пăх-ха, ку сăхман мана чухахç? Яжутк. Сăхманне тăхăнса пăхрĕ тет те, чухах пулнă, тет. Регули 1919. Чохах полчĕ сана (чох сана), чох килчĕ. Тайба Т. Кăçал хĕрсем вак кăна, пире выляма чух кăна. ГФФ. † Чух сарлака чĕн пиççи çинçе пилке чох полчĕ. || Во время, как раз. Янтик. Ирхипе тухса кайрăмăр та, чох çитрĕмĕр (= вăхăтлă). || Как раз. КС. Эсĕ Ыраша нумай пулать терĕн, мĕн нумаййи, чух анчах (только хватило). || Точь-в-точь. Изамб. Т. Кĕнеке арчана чухах кĕрсе выртăрĕ. Регули 1314. Ман сăмахпа чох тунă. Ib. 1277. Чох шотлă çӳрерĕмĕр. || Едва, чуть-чуть, кое-как, с трудом. N. Чух йăтса килтĕм. С трудом притащил. N. Салтак хутаçне чух йăтса пĕр çын патне пырса, хăна килĕ ыйтрĕ, тет. Paas. Чух-чух çӳрет (едва). N. Япаласем, çĕклемеллисем питĕ нумай, чух çĕклесе пыратпăр. N. Чох сӳсмен çĕклекенни. N. Чух тарса хăтăлтăмăр. Чув. календ. 1911. Шкулта кĕнекесем сахал пулаççĕ, вăл кĕнекесем ачасене те чух çитеççĕ. || Полный. Çутт. 55. Кĕрет те, арăмпе пĕр карçын чух çăмарта йăтса тухать. || Так! N. Чух кирлĕ сана! Так тебе и надо! Ст. Чек. Ку япала сана чух (гов., напр., избитому). КС. Чухах-ха ăна! Так ему и надо! Орау. Чухах-ха ăна, тек куштанланса çуреччĕ-ха (придирался. Гов. после того, как побили кого-нибудь или что-нибудь потерпел озорник, заслуживший наказание). Ib. Паян Яшка Елекçине хĕненĕ, тит, пасарта.– Чух кирлĕ, çавна шыраса çӳренĕ вăл. Ст. Чек. Ку эсĕр хĕнени ăна чух-ха. Так его и надо. Ib. Сана ку чух-ха! Так тебе и надо. N. Тăшмана çак чух, терĕм. || Посредственный, посредственно. N. Сан ачасем епле вĕренеççĕ? — Чух мар-и. В. Олг. Пĕр чох касат (коса). N. Учĕсем чухрах, çулсем хура. ЧП. Арăм пулсан чух кирлĕ. || Средний, средне. Шибач. Тырă-полă чох полчĕ – ни осал мар, ни лайăх мар. N. Чох вăтам хресчен, средняк. Васильев. Чăххи кĕмĕл сăхсассăн, чăх тытса кĕрекен хôрĕн опăшки питĕ пуян полать, теç, тырă сăхсан — чôх пôрнакан полать, кăмрăк сăхсан – пит чохăн çын полать, теç. СПВВ. Ни ватă мар, ни яшă мар, чи чух! Юрк. Вĕсем пит лутрах та пулман, чух кăна çынсем пулнă. Пролей-Каша. Чух çын, человек умеренного, не очень высокого роста. N. Чух лайăххи тури урам, чăн лайăххи сăрт касси. || Умеренный, умеренно. ХЛБ. Ыраша-и, урпана-и чух акас тетĕн пулсассăн, пĕр ана çине вăрлăхĕ сакăр пăталкка анчах кирлĕ. N. Пирĕн тантăш пит чипер, пирĕн йысна чух чипер. || Количество, мера. N. Нумай чух, много раз. || Достаточно. Юрк. Пӳлĕмĕм икĕ çынна пурăнма пит те чух, пысăк. || Немного. Орау. Чух пирĕн ĕнерен çӳлĕрех те ĕни, çапах та хаклă ĕнтĕ, алă тенкĕ тăмасть. N. Чух çĕрпӳрен иртсессĕн, Йĕпреç вăрманĕ патне çитсессĕн, çамрăк шулĕк калать ваттине. N. Унтан анне мана япаласем парса, ачашласа чух чарчĕ. Имень-к. † Саттин саппан чух кĕске, чух кĕске те, вăхăтлă. || Плохой, плохо. Сĕт-к. Ĕлĕк Ваçок калатчĕ: сарă вăрăм хĕрсене сарай кашти твас, титчĕ; халĕ хуне чох килчĕ, сарай кашти тăвĕ-ши, ыталаса çӳрĕ-ши? N. Хирти акăш çуначĕ чăпар пулĕ пуласси; мана çырнă çын ачи чухрах пулĕ пуласси. Алик. Эй чух акисам, пирĕн куçран ма пăхас, çӳлте çăлтăр курман-и? Тораево. Ĕлĕк Иван калатчĕ: хура вăрăм хĕрсене хуран хăлăп тăвас тетчĕ, ех пулчи чух пулчи. || Смирно, кротко. Якейк. Ай кин Мари пор, чох çӳрени (вести себя как люди) килĕшет. || Когда, пока, раз. N. Эп сухал хырнă чох эсĕ вырт. Артюшк. Тупăннă чух илсе таврăнас, тет. Раз нашлась, так ее взять надо. Регули 121. Вăл килес чох эп килте çок полăп. Ib. 174. Эпĕр килнĕ чох çиçĕм çиçрĕ. Такмак 1. Çитмĕл çухрăм çеçен хир урлă килнĕ чух куртăмăр эпир çил çунатлă урхамах. N. Çĕрелле те çӳлелле куçĕ пăхать утнă чух. N. Урампала пынă чух çĕр чĕтренет лайăххăн. Образцы 19. † Вăрман витĕр тухнă чух çĕмĕрт çинче пирĕн куç, урам витĕр тухнă чух хĕрсем çинче пирĕн куç. Калашн. 8. Хĕпĕртеççĕ çăлтăрсем уйăх тухнă чух, çутăра выляма лайăх тесе. Когда всходит месяц – звезды радуются, что светлей им гулять по поднебесью. Ib. 6. Çил-тăвăл çук чух тинĕс лăпкă тăрать, унăн кĕленче пек кăкăрĕ хускалмасть те. Бес. чув. 7. Пушăрах чух, чĕри ыратнăрах чух вăл вĕрентекентен тата кайкаласа ыйтнă, вĕрентекен кала-кала панă. Янш.-Норв. Пирĕн килте тепри пур чух вăйçăран ирттерет. Регули 291. Ĕç çок чох чĕнмерĕ, ĕç пор чох халь чĕнет. Ib. 292. Эп килте çок чох никама та кӳртмĕç. || В то время, когда. Регули 60. Тумалла чох (чохне) нимĕскер те каламарĕ. Ib. 250. Эпĕр ĕçлемен чох, çын нумай килет. Ib. 61. Çав вăхăтран çӳремелле чох пилĕк хут кайрăм эп онта. Ib. 278. Эп сумар чох вăл коленех килетчĕ. Ib. 283. Эп сумар мар чох онта кайса. Ib. 252. Эп пурмисра мар чох порте ман пата килетчĕç. А.-п. й. 73. Çынсем ĕçнĕ чух пирĕн те ĕçес килет,– тет Ваçлей. Когда люди пьют, нам тоже не мешало бы попраздновать. || Вместо того, чтобы... Четырлы. Çапла ĕнтĕ патшалăха тырă хăйсем сутса пульсă твас чух патшалăхран хăйсем ытаççĕ. || Во время. N. Эх, аван-çке ача чух. Образцы 41. † Атте-анне чĕрки çинче кĕçĕн чух таптанă йĕрсем пур. Регули 1186. Çимĕк чох килĕр; монкон чох кайрĕ. Абаш. Алтаккин чох килсе карĕ (корнăччĕ, встретил, килнĕччĕ). Регули 882. Эп килтĕм çакна тунă чох. Ib. 176. Ĕçленĕ чох ку томтир лайăх. || Букв. 1886. Выльăхсене пăхнă чух пăхатпăр, пăхман чух ахалех çӳреççĕ. || Чураль-к. Пирĕн ял ачи мулатси, шыв тĕпĕнчен чух илет. || Наобум.

чуха кӳр

повести так, чтобы было впору (на самом деле или на показ). КС. Çак атă аслăрах ман, чуха кӳме пулмĕ-ши?

чухла

сделать так, чтобы было как раз. Ст. Чек. Чухласа яр (сыпь, напр., муку). || Определить. ТХКА 54. Утатпăр, шыратпăр, алра пуртăсем. Туратсем çăт-çат çапаççĕ. Ăçта çӳренине атте чухлайми пулчĕ. Ib. Кăнтăрла пулсан, аташас та çук эпĕ кунта. Халь çĕрле те, тĕттĕм те, чухламалла мар çав ăçталла каяссине. Шишкин. Ырăпала осала пĕре корса чохлатпăр. ЧП. Хушрĕç айвансене юрлама, ăслипеле ухмахне чухлама. Сред. Юм. Талăкра сирĕн валли мĕн чол çăкăр кирлине чохлаймастăп. Ib. Çак татăк мĕн чол тайнине чохлаймастăп. || Понимать, уразуметь, смекать, соображать, соразмерять. N. Ху чухласа ху пар. Хора-к. Чухлама пуç тăнĕ çук, утса тухма халăм çук. Н. Карм. Чухла = ăнла. Кан. Апла пулсан приккашчĕкĕпе те чухларах (обдуманно) калаçас пулать. Юрк. Ку кам çапнине чухласа илеймесĕр карташĕнче ют çынсем пур-тăр тесе хăраса, килти пӳртри çыннисене: арăм, Матрӳне, часрах тухăр халĕ! тесе питĕ хытă кăшкăрса ярат. Чув. календ. 1911. Кĕлти кучĕсем çапă çине пулмалла чухласа сарас пулать. N. Чухлакан çын чухлатах çав. Уж кто соображает, понимает, так понимает, || Оценивать. Юрк. † Манăн пуçăмра хура шаль тутăр, витсен витĕнĕ йывăç çулçине, çавăнтан пĕлĕр йывăç тăррине, çавăнтан чухлăр Алăм кĕрĕвĕре. || N. Атрисне çухатрăм, чухласа çырса яратăп. || Беречь. Чăв. й. пур. З2. Укçана та чухлама кирлĕ. || Догадываться. Регули 1073. Эп он попленинченех чохларăм. Ib. 54. Эп она вăл попленинчен (вăлсам поплени çинчен) чохларăм. Альш. Кам илтес тиекен вула-вула ку енчине мĕн çырнипе (с тем, что написано об этой стороне) хăй енче мĕн пулнине чухлатăр. || Знать. НР. † Кам осалне, кам чиперне пĕрре корсах чохлатпăр. || Подмечать, наблюдать ГТТ. || Замечать. Альш. Пуçран кăна аран чухлатăн вĕрениччен. || Иметь опыт; испытать. РЖС 2. Вĕсем епле хуйхăрнине хăй ача-пăча ӳстерсе чухланă çын анчах ăнлать. N. Хытă чĕреллĕ çын темĕн курса чухласан та тӳрленмест. || Уметь. N. Унтан ялта пĕр каскалама чухлакан Илье ятлă çын каларĕ... || Наказать.

чухне

то же, что чух. Такмак 1. Çав çулпа килнĕ чухне çак хăтасен ялĕ курăнчĕ хула пек. Ib. 1. Утмăл çухрăм хура вăрман урлă каçнă чухне пĕр пăлан куртăмăр. Калашн. 6. Вăл ахаль чух йăваш, тӳрĕ çын, пурăнăçĕ лăпкă чухне вăл хăй те лăпкă çын. Образцы 28. † Хура вăрман витĕр тухнă чухне уртăш туя юлчĕ авăнса. Ib. † Атьăр уттарар-и те чуптарар-и, çулсем çинче шурă юр пур чухне. Ib. 40. † Çак картари çурта эп тус турăм, иртнĕ-çӳренĕ чухне кĕмешкĕн. Ал. цв. 15. Эсĕ маншăн чĕрĕ чухнех вилнĕ çыншăн йĕнĕ пек ан йĕр. Н. Карм. † Ай выляр-и, тăван, ай кулар-и, пур тăвансем пурте сыв чухне. Будем, родимый, веселиться, пока живы и здоровы все наши родные. Юрк. Пиччӳ те, мĕскĕн, савăнса пурăнас чухне вилсе кайнă иккен. Кан. Пĕр килнĕ чухне пĕтерсе каяс, вунтăватшар йĕрке тиетпĕр. N. Хăш кун каç пулнă чухне йĕрет, алла тытсан чарăнать. Юрк. Калаçса ларас чухне те выртса калаçма тăрăшать. СПВВ. БМ. Чухне = чуне, когда; кайнă чухне = кайнă чуне. Регули 175. Эп холара чохне ман кил çонса кайнă. Трень-к. Вăл вăрманта Чăкăртан тавăрăннă чухне çулăн сулахай енче пĕр тарăн çырма пур. Тогаево. Вара йомах янă чухнех тол çутăлса карĕ. А.-п. й. 12. Пĕçернĕ чухне мулкачăн пăчăр-пăчăр çу юхать, тет.

чӳклеме

назв. обряда. Хурамал. Хăнасем килсен, тепĕр кун пурте чуклеме чуклетчĕç. N. Мункун хушшинче чӳклеме ĕçетчĕç. Ходар. Чӳклеме ятлă авалхи йăла çинчен пĕр алçырăвĕнче çапла çырнă: „Пирĕн патра чăвашсем хăйсен авалхи йăлипе чӳклеме туса ĕçсе çиеççĕ. Чӳклемене çĕнĕ тырă салачĕпе тунă сăрапа, çĕнĕ тырă çăккăрипе, çĕнĕ тырă кĕрпипе чӳклеççĕ. Чӳклеме тумасан тырă-пулă перекечĕ пулмасть, теççĕ. Ăна çулне пĕре анчах тăваççĕ. Чӳклемене тĕрлĕ вăхăтра тăваççĕ. Хăшĕ е тăр хĕлле тăваççĕ, хăшĕ çăварнире туса иртереç, алă çитнисем авăнсем пĕтерсен кĕркуннех туса иртерсе яраççĕ... Çапла кашни харпăр хăй хурăнташне чĕнсе пухаççĕ. Çынсем пухăначчен килте тануш пăтă пĕçерсе хатĕрлеççĕ. Ăна çынсем пухăнса çитсенех чӳклемеççĕ-ха, пирвай пĕр-ик-виçĕ чĕрес сăра ĕçсе лараççĕ. Çапла виç чĕрес ĕçсессĕн, çĕнĕ пичкерен пуçласа сăра ăсса сĕтел çине кăларса лартаççĕ. Тирки çине йĕри-тавра хĕррипе, çемьере миçе çын, çавăн чухлĕ кашăк тăрăнтарса хурса тухаççĕ, пăтти варне пĕр уçламçу çу хураççĕ; унтан тиркĕ çине хай çĕнĕ тырă çăнăхĕнчен тунă çăкăра хураççĕ. Вара паллăрах çынсене пĕрер курка сăра тултарса тыттараç, пĕри кĕрекене кĕрсе пăтă тиркине тытать. (Пăтă тиркине ăна сĕре çынна тыттармаç, епле те пулин пуянтарах пурăнакан çынна йăттараççĕ. Юрлă çын тытсан, тырă-пулă пулми пулать, теççĕ). Вара алăк патнелле кар пăхса тăраççĕ те, ак çапла чӳклеççĕ (курка тытманнисем, пуçĕсене çĕрелле чиксе, çĕлĕкĕсене сулахай хул айне хĕстерсе тăраççĕ): „Çырлах! Çӳлти мăн турă, мăн турă амăшĕ, пулĕхçи, пӳлĕхçи амăшĕ, сана çам çатса çам илетпĕр. Хуçа калать: авалхи йăлапа, çĕнĕ тырă сĕчĕпе, çĕнĕ тырă çăккăрипе, тырă-пулă пылĕпе, чипер тырра-пӳлла алла илнĕ йĕркепе сана, турă, ачи-пăчипе, ывăлĕ-хĕрĕпе, пĕтĕм килĕшпе пуççапас, тет, çырлах! Çак сăрана пылакне, тутине, перекетне-ырлăхне пар. Çичлĕ тырра-пулла çичĕ кĕлет тултарма пар, тет; перекетне ырлăхне пар, ана çине аксан, ана перекетне пар, вырса çĕмел тусан, çĕмел перекетне пар... Унтан пурте пĕрле харăс: çырлах! Амĕн çырлах, çырлах, çырлах, теççĕ те, пăтă тирки йăтни: килĕрех эппин, тет те, пурте çавăрăнса сак çине лараççĕ... Чӳклесе пĕтерсен, хуçипе арăмĕ сĕтел патне пыраççĕ те, пăтă чӳкленĕ чух тытса тăнă куркисене чĕрес çине тытса хĕвеле майлă виççĕ çавăрать те: перекетне ырлăхне пар, тесе сăрине чăлт чĕрес çине ярать. Юлашкине пĕр-пĕрне тав туса ĕçсе яраççĕ. Курка тытнисем ыттисем те хуçисем хыççăн çавăн пекех туса чĕрес çине яраççĕ те, хуçипе арăмне тав туса ĕçеççĕ. Çапла алăра тытса тăнă куркана кил хуçипе арăмне тав туса ĕçсе пĕтерсен, пăтă çиме лараççĕ. Пăттине ăна чӳкленĕ çăккăрпа çиеççĕ. Çăккăрине пăтă тирки тытнă çын касса парса тăрать. Чăн пирвай ватă çынсем çиеççĕ. Хуçа арăмĕ пăттине хурах тăрать, çăвĕ пĕтсен çуне ярса парат. Арçынсем çисен, хĕрарăмсем çиеççĕ, унтан пĕчĕк ачасем пырсан, вăлсене лартса çитереççĕ. Пурте çисе тăрансан турă амăшĕ курки тăваççĕ“. НАК. Кĕркунне, çĕнĕ тырă-пулă çие пуçласассăн, чăвашсем пурте харпăр хăй килĕнче сăра туса çĕнĕ тырă пăттипе турра кĕл тунă. Çапла харпăр хăй килĕнче сăра туса çĕнĕ тырă пăтти пĕçерсе турра кĕл тунине чӳклеме туни, тенĕ.

чӳпĕк

пакля, очески, сорные остатки от чески пеньки или льна. Такмак. Чĕчĕ çукки чӳпĕк чикĕр, ача çукки тукмак йăтăр. Чем люди живы. Çак кĕпи çинчен арăмин варне чӳпĕк хурса тунă кĕске сăхманне тăхăнать. СПВВ. ПВ. Чӳпĕк = тăпка, хлопок. Юрк. Чӳпĕк, арлама йораман кĕнчеле йолашки. N. Чӳпĕке чăмласа çу тухмаст (кирлĕ мара калаçнин усси çук). Сколько ни жуй паклю, из нее не потечет (не выйдет) масла. || Имя мужч. Изамб. Т.

чăмăртак

узел. N. „Ман мĕн пур тупрам ак çакă“,— терĕ те вăл, сăмса тутрипе çыхнă япалана тытса кăтартрĕ. Çак чăмăртака Ивана парса: „Салт, çийĕпĕр“,– терĕ.

чăн

самый, очень, весьма. N. Чăн лайăх, самый лучший. КС. Капан тунă чухне аяла ута чăн типпине хураççĕ. Когда мечут стог, то кладут вниз самое сухое сено. Пазух. 27. † И эс чипер, эп чипер, чăн чиперри çак ачи. Образцы 43. † Çак тăвансем патне килсессĕн, чăн пирвайхи юррăма юрларăм. Ib. З8. † Сирĕн пек лайăх çын умĕнче юрлама чăн кĕçентен пуçтарнă ăс кирлĕ. Ib. 1. † Чăн тӳнери çич çăлтăр, çиччĕшĕ те çут çăлтăр. Дик. леб. 52. Чăн аслă пиччĕшĕ каланă: çапла çав, вăл айăпсăр чун! — тенĕ. || Настоящий, чистый. С. Тим. † Чĕлтĕр юхан çырмана чăн чĕнтĕрпе карар-а? Давайте преградим течение журчащей речки, протянув настоящее кружево. Собр. 172. Каласам-а, тантăш, чăн тӳррине, санăн чуну кама юратат? Скажи, прошу тебя, мой друг, по чистой правде, кого ты любишь? Образцы З0. † Калăрсамăр, тăвансем, чăн тӳррипе: сирĕн чунăр кама та халь пит савать. Ib. 58. † Сапрăмах салатрăм чăн мерчен, пухрăмах та пухрăм — пĕтмерĕ. Ib. 2З. † Чăн укаран чĕнтĕр çыхаççĕ. Ib. 55. † Чăн хурçăран хайчă тутартăм пархăтпа пустав касмашкăн. Пазух. 27. † Çуркуннехи çӳçенĕн кăчăкисем чăн хурт ами пулса вĕçинччĕ. Ib. 27. † Кĕркуннехи пиçен ай тăррисем чăн-чăн мамăк пулса вĕçинччĕ. Дик. леб. 40. Вĕсен хыçĕнче чăн-чăн ту пек пысăк пĕлĕт тăнă.

чăнлăх

истинность, правдивость, справедливость, достоверность; истина, правда. N. Çак чăнлăха „Коммунизм“ колхозĕнче ĕçлекенсем пĕр минут та манмалла мар.

чăт

терпеть, переносить, выдерживать. N. Чăт = тӳс. N. Çынтан йывăр сăмах илтсен – чăтасси. Услыхав неприятное слово, тяжело терпеть. Образцы 5. † Вăйя тухман хĕрсенĕн чунĕ епле чăтать-ши? Хĕр йĕрри 5. И юр çурĕ, юр çурĕ, çĕрĕ епле чăтрĕ-ши? Бижб. † Ай-хай, аттеçĕм те аннеçĕм! ытла хытă сăмах ан калăр: кăмăлăм çемçе, чăтас çук. Ах, батюшка и матушка! не убивайте меня суровыми речами: у меня нежное сердце, я не перенесу. Образцы. 11. † Сар хĕр уссе çитнĕ чух тăшман чăтса тăраймасть. Ск. и пред. чув. 45. Çапах та вăл çак тупăша кура чăтса тăраймарĕ. N. Атă пĕр çула чăтрĕ. Сапогн выдержали (носились) год. || Держаться. НР. † Чăт, чăт, кĕпер, чăт, кĕпер. Держись, мосток, держись! || Оправдывать расходы. || Чăтмалла мар, чăтма çук, невыносимый, невыносимо.

чĕлхе

язык. Образцы 51. † Хура куçсем лайăх хут çырма, çемçе чĕлхе лайăх калаçма. Ib. 55. † Хура чĕкеçрен чĕлхе илтĕм çак тăвансемпе калаçма. Ib. 74. † Çичĕ ютпа тавлашма хурçă чĕлхе хывтартăм. Ib. 47. † Çакăях та киле эп килсессĕн, тухаймарăм урам тайăличчен, каяймарăм чĕлхерен йăнăшиччен. N. Чăваш чĕлхи, чувашский язык. Калашн. 19. Чĕлхи вĕçĕнчи сăмах чарăнчĕ. На раскрытых устах слово замерло. КВИ. Хăйĕн пĕчĕк чĕлхипе пакăлтатать инкĕшпе. Образцы 59. † Халиччен ырă çын умне тăманччĕ, чĕлхем çыхланнине курманччĕ. Ib. 52. † Ĕнтĕ ылттăнăм çук, кĕмĕлĕм çук, услам çуран хывнă чĕлхем çук. Ib. 66. † Сирĕн пек лайăх çынсем умĕнче чĕлхем вĕçĕ хурçă пулинччĕ. Ib. 9. † Йăнăшминччĕ чĕлхеçĕм. Дик. леб. 43. Чĕлхӳ çинчен ĕçĕрĕннĕ чи малтанхи сăмахăвах пиччӳсен чĕрине хĕç пек витĕр касса тухĕ. Первое же слово, которое сорвется у тебя с языка, пронзит сердца твоих братьев как кинжалом. || Речь, наречие, слово. Образцы 45. † Маттур утсем юртать, çулĕ юлать, пирĕн пек айвансенчен мĕн юлать? Мĕн калаçнă чĕлхе, çав юлать. Ib. 53. † Тайăла пуçсене хĕç витмест, тутлăях та чĕлхене пыл витмест. N. † Пирĕн ял ачисен чĕлхи çемçе. N. Сăринчен те ытларах тăрантарать чĕлхипе. Образцы 79. † Йăпатайрĕ чĕлхипе, илĕртейрĕ куçĕпе. || Наговор, заговор, заклинание. Ск. и пред. чув. 100. Ахаль мар çав вунă çул сывлăш чĕлхи вĕрентĕм.

чĕлхе-çăвар

язык, речь. Образцы 51. † Çак тăвансем патне килсессĕн, чĕлхе-çăвар çыхланать пылпалан. Ib. 50. † Çак тăванăмсемпе калаçмашкăн чĕлхе-çăварăм хурçă пулинччĕ. N. Чĕлхи-çăварĕ пит аван. Ск. и пред. чув. З6. Çитменнине чĕлхи-çăварĕ тата ытла çитерет.

чĕрне

ноготь. N. Тыткала пĕлмен ал-уран чĕрни вĕçне шăрпăк кĕнĕ, тет. Человеку (неумелому) попадает под ногти заноза. N. Чунăм чĕрне вĕçнех çитрĕ. Душа ушла в пятки. || Копыто. Образцы 46. † Тăп-тăп тăвать халĕ çак турă ут, сарăлнă-тăр çавăн чĕрнисем. Такмак 1. Утмăл çухрăм хура вăрман урлă каçнă чухне пĕр пăлан куртăмăр: унăн мăйраки вĕçĕ ылттăн иккен, чĕрни вĕçĕ кĕмĕл иккен, мăйракипе шăйăрать те йĕр тăвать, чĕрнипе пусат те çул тăвать. || Коготь.

факт

факт. ÇБ. Çавна пула унăн ĕçĕнче хăшпĕр чухне питĕ кӳренмелле фактсем пулаççĕ. ЧК. Ăна çак фактсем те çителĕклех кăтартса параççĕ.

хĕве хупни

назв. свадебного обряда. Альш. Хĕве хупас — „на секрет запереть“. Ск. и пред. чув. 83. Тăхтаманпа Нарспие хĕве хупрĕç кĕлете. Ала 66°. Пӳртре туй тукалаççĕ те хĕрпе каччине исе кĕлете каяççĕ хĕве хупма. Юрк. Хĕве хупсан-кăна çĕнĕ çын теççĕ. Çак ятпа вăл ачи çураличчен çӳрет.

хĕвел

солнце. солнышко. Ск. и пред. чув. 88. Вут пек хĕвел выляса çул тӳпене хăпарать. Пазух. 92. Хĕвел хĕрлĕ хĕрĕсем, Турай хĕрсем тиейсе, суйламасăр илес мар. Дик. леб 43. Хĕвел анса çитеспе Елисан пиччĕшĕсем вĕçсе таврăннă. Когда зашло солнце, в пещеру прилетели братья. Ib. 36. Хĕвел анса килет. Солнце близилось к закату. Ib. 41. Хĕвел чылай çӳле кайсан... Когда солнце поднялось выше... КВИ. Çутă юхăм унăн айĕнче, çӳлтен ылттăн хĕвел çутатать. Под ним струя светлей лазури, над ним луч солнца золотой. N. Хĕвел анчĕ ту айне. N. Хĕвел кулать сайрарах, шăрши пĕтнĕ чечексен. N. Пĕр пĕлĕт çук, хĕвел çунать. А.-п. й. 42. Хĕвел анса ларчĕ. Тимухха лашине шăварма тухса кайрĕ. НР. Чупрăм-тухрăм ту çине хĕвелпе пиçнĕ çырлашăн. Взбежала я на горку за созревшей на солнце ягодой. ГФФ. Ашшăн-ăшшăн хĕвел пăхсан... Если солнце будет припекать. Ib. Ушшăн-ушшăн хĕвел пăхсан та, хорĕн те тăрăх сохăр йохать. Когда солнце сильно припекает, по дереву (березе) течет смола. Абыз. Çĕр çăввинче çĕр-çырли, çĕр-çырли, çĕр çăввине хĕвел пăхсан, тата пиçес кăмăл пур. Оп. ис. ч. II. Сывлăх пулсан таврăнăпăр, хĕвел пекех çаврăнса. Если будем живы, то вернемся подобно тому, как обращается солнце. N. Хĕрлĕ хĕвел сан умăнта йăлтăртатса тăрать, аялта тен çак пĕлĕтрен витрелетсе çумăр çăвать. Перед тобою блещет красное солнышко, а внизу из этого облака, может быть, льет проливной дождь. Баран. 28. Шĕшкĕ юмана хупласа хĕвел ямасăр тăнă. Орешник глушил его и не пропускал солнечных лучей. ТХКА. 108. Хĕвел тухас пек, çанталăк çуталать. Ib. Хĕвел чылай çӳле улахрĕ, хĕртсе пăхать. Шурăм-п. № 19. Хĕвел анса ларчĕ. Халĕ апат çиет пулĕ, ăна амăшĕ пăтă пĕçерсе çитерет, тет. N. Сивĕ кун виçĕ хĕвел пулать. N. Вĕсен пичĕсем хĕвелре çунса кайнă. N. Хĕвелпе тăрса, мĕн хĕвел аничченех кĕтӳре çӳрет. Чув. пр. о пог. 51. Виçĕ хĕвел курăнсан, сивĕ пулать. Если появятся три солнца, будет холодио. Ib. 42. Хĕвел хĕртсе пăхсан... Если солнце печет... N. Хĕвел витĕр (пăхвă чухне) çăмăр çусан, тата тепĕр çăмăр пулать. Если сквозь солнце (когда оно светит) идет дождь, еще дождь будет. Вопр-Смоленск. Хĕвел тухсанах пĕлĕт айне кĕрсен, çамăр пулать. Панклеи. Хĕвел те пĕлĕт айнех полчĕ (зашло за облако). С. Алг. Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел, çуратнă çĕр-шывсем шел юлать. N. Хĕвел каялла кайса пăхсан, çăмăр пулать, теççĕ. Якейк. Эс çанашкал покан тусан, хĕвел тепĕр çĕртен тохĕ. Ib. Эс çав окçая парсан хĕвел тепĕр енчен тохĕ. Ib. Ĕнер конăпех хĕвел пăхрĕ. N. Ма мана хĕвеле кăтартмастăн? Почему ты мне не даешь смотреть на солнце? N. Пӳртре хĕвел çутипе çап-çута. В комнате светло от солнца. N. Хĕвел пĕлĕт айĕнчен тохрĕ; хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе карĕ. Пĕлĕтсем хĕвел тĕлĕнчен сирĕлсе карĕç. N. Эпĕр хĕвелте ларатпăр. N. Мана хĕвеле тохма йорамасть. N. Хĕвелте çӳреççĕ. N. Старик хĕвеле ларчĕ. N. Ача макăрнă чохне ăна чарас тесе: хĕвел пăхать, ай, хĕвел пăхать, тесе калаççĕ, ача вара чăнахах макăрма прахать те, колма тапратать. Вăт хĕвел пăхса ячĕ, тесе каран колаççĕ. N. Пирĕн ăрам хĕвеле хирĕç пăхса ларать. N. Сар хĕвелте (в солнечные дни) çырла часах пиçет. N. Олăх толли сар хĕвел, кайăк вĕçни корăнать. N. Эпĕр паян кĕлтесене хĕвеле сартăмăр (на солнышко). N. Тĕкĕрпе хĕвеле ак вылят (не пускай зайчиков). N. Эпĕ пулсассăн, çакă уя пĕтĕмпе хĕвел аксан тапратса хĕвел тохаччен сухине туса, тыррине акса çитĕнтерсе, вырса, авăн çапса, тыррине йăлтах ампарсене тултарса хурап, тесе калать тийĕр, тенĕ, тет. N. Хĕвеле пăх та уйăха пăх, хĕвел çути сап-сарă, уйăх çути çап-çутă. Мусирма. Хĕрлĕ-хĕрлĕ, теççĕ ăна, хĕвел çинче ӳснĕ вăл. N. Пĕлĕт çинче илемлĕ хĕр çӳрет. (Хĕвел). N. Пăх-пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, çу чашкипе çу парам, пыл чашкипе пыл парам, ачу шыва кайсассăн, кĕвенте пуçĕпе туртса илĕп, сана хĕрли, мана шурри. (Сăвă). Н. Карм. Сирĕн пĕвĕр çинçе, сăнăр хитре, питĕр çинче хĕвел çутти пур. Ст. Чек. Хĕвел хĕлле çулахинчен аялта тăрат. Тюрл. Хĕвел аякка сулăнсан... Когда прошел полдень... Хурамал. Хĕвел аннă чух хулăм пĕлĕт тĕлне ансан, йĕпе пулать, теççĕ. N. Эсĕ апла тусассăн, хĕвел кай енчен тухĕ. ЧП. Пулă çакрăм хĕвел. Изамб. Т. Хĕвел йывăç пĕввине яхăн çĕкленчĕ. N. Хĕвел йăлт (кăшт — если дольше) пăхрĕ те пĕлĕт айне кĕрсе кайрĕ. Солнце проглянуло и опять скрылось. N. Хĕвел яраймăн ху тĕлне (невозможного не сделаешь). Унта аннӳ хĕвел пăхса çӳренĕ (об этом заботилась я). Юрк. Хĕвел ануçăм çанталăк пит хĕрелет. N. Хĕвел майĕ (майнелле) çаврăнса-çаврăнса, каллех пӳрте йăтса кĕрет. N. Хĕвел тĕтреленсен, уяр пулать, теççĕ. N. Хĕвел кутăн, каялла пăхсан çумăр пулать, теççĕ. N. Хĕвел юпа пек тухсан, çумăр пулать. N. Пирĕн тĕлтен Хĕвел анчĕ пулас (наше счастье закатилось). N. Тăвану килнине курсассăн, хĕвел пулса чупса тух. N. Кирек çта кайсан та пĕр хĕвел. N. Вара отсан-отсан хĕвел анса карĕ. Н. Лебеж. Тăвайкки тăрăх хĕвел ӳкет, пиçмен çырласене пĕçерет. N. Чӳречесĕр çӳртра пĕчĕк шăтăкран хĕвел кĕрсен... N. Хĕвел инçе карĕ. N. Курнитсара çыру çырнă чух, хĕвел ӳкрĕ пит çине. Кан. 1929, 178. Шăршлă, нӳрлĕ, хĕвел кĕмен пӳрт. N. Хĕвел виттĕр пăхни. N. Хĕвел тохсан тин... Микушк. Ирхине Хĕвел ӳкет пичĕ çине (на лицо его падает). Торп-к. Карăнтăк виттĕр ылтăм туя кĕрĕ. (Хĕвел). N. Вăл хапха çил хĕвелне шалтăртатать, хĕрӳ хĕвелпе ялтăртать. N. Хĕвел (-е, -ĕн) анма вăхăт ĕнтĕ. N. Çĕн çул кунĕ ырă хĕрлĕ хĕвел пулчĕ. N. Хĕвел ăшă пăхать. N. Хĕвел анарахпа пурте киле таврăнаççĕ (с поля). ГТТ. Мана пĕлĕт çаврака хуран тĕпĕ евĕрлĕ, хĕвелĕ лапка туйăннă. N. Çак кунсенче хĕвел пулмарĕ. Хĕвел ларнă вăхăтра анчах çитрĕмĕр. N. Йĕрекен ачана култарас тесе: „Хĕвел пăхать“, теççĕ. N. Пăхман хĕвеле ирĕксĕр пăхтараймăн (ӳпкелекен çинчен калаççĕ). Никит. Хĕвелпе юр кайсассăн, тулăпа урпа пулать, тенĕ ĕлĕк. N. Эсĕ хĕвел анса лариччен çит (или: килсе ĕлкĕр, или: килме тăрăш). Ты приходи до захода солнца. Сред. Юм. Пăх пăх, хĕвел, ачу шыва кайрĕ вит, квенте пуçĕпе туртса илтĕм, ачуна хĕрлĕ çăмарта парăп, хуна шурă çăмарта парăп. (Поют дети, когда солнце скрывается за облаками). N. Эп сана çавăншăн олталап полсан, ман çине хĕвел ан пăхтăр (пусть помру). N. Хĕвеле май çаврăн. Иди по солнцу с востока на запад. N. Хĕвеле хирĕç, против солнца, с запада на восток. N. Онăн куç пит начарланнă, хĕвел курмас вит олă. N. Хĕвел куçа çиет. Солнце глаза ест. N. Хĕвеле питĕн пӳрт çутă полать. Изба, обращенная к югу, бывает светла. N. Хĕвеле тӳртĕн пӳрт тĕттĕм полать. Изба, обращенная на север, бывает темна. N. Хĕвелпе пĕрле тохса кайрăм. Выехал при восходе солнца. N. Хĕвелпе пĕрле киле кĕтĕм. Приехал при заходе солнца. N. Эс те çавна тусан, хĕвел те тепĕр енчен тохĕ. (Говорят, когда уверены, что он не может этого сделать). N. Хĕвел анса лара пырать. Хĕвел анса пырать. Первое показывает, что до заката близко, а второе дольше, чем первое. N. Хĕвел кăнтăрлаччин вăкăрпа чупать, тет, кăнтăрла иртсен, карсакпа чупать, тет. N. Хăш чухне хĕвел çӳл енчен карталанса тата тепĕр хĕвел пулать. Вăл хĕвел тавраллах çавăрăнать пулсан, „хĕвел карталаннă“ теççĕ. N. Хĕвел каçалана сулăнсан, çĕрте йăвăç мĕлкисем вăрăмлана пуçларĕç (от деревьев протянулись длинные тени). N. Хĕвел ансан пуçласа тепре хĕвел аничченех. N. Хĕвел тухсан пуçласа тепĕр хĕвел тухичченех. N. Хĕвел хĕртнĕ — солнце палило. N. Хĕвеле хирĕç пăркăç пĕренене ман ним кăмăл туртмасть ăна, ан тив юлтăр вăл, тен маччаран çӳлелле хурăпăр, халь маччаналла пураса çитиччен пĕрене çитет-ха. N. Ытти пĕчĕккĕн курăнакан çăлтăрсем, хĕвелтен шутласан пирĕн çĕртен темиçе мĕлюн хут та ытла аякра тăраççĕ, çавăнпа вĕсем хĕвелрен пĕчĕккĕ пек куранаççĕ. СТИК. Хĕвел çинче типĕтнĕ (о копченном на солнце). Ib. Хĕвел тӳпере чух, в полдень. Ib. Паçăр çăмăр çурĕ, халĕ хĕвел пăхат ĕнтĕ епле (говорят о маленьких, если они только что поплакали и смеются). N. Пĕчĕк ачасем хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе сулхăнлатсан ак çапла калаççĕ: „Хĕвел! Ача кĕпи шыва карĕ, туртмаллипе туртса ил“. N. Хĕвел апатчен вăкăр çинче пырать, тет; апатран варалаша çинче, кантăрларан вара — кайăк çинче. N. Хĕвел кунран-кун иртерех тухса пырать (ир тухнăçеммĕн ир тухса пырать, кая юлнăçеммĕн кая юлса анса пырать). Янтик. Эп вăхата хĕвеле пăхса пĕлеп. N. Хĕвел хĕлле çӳле каймас. Изамб. Т. Пăхăр-ха, ачасем, епле хĕвел выляса тухать. N. Пăртак кăна хĕвел хĕрри курăна пуçларĕ (утром). N. Хĕвел йывăç пӳ (пĕвĕ) хăпарнă çĕре эпир киле çитрĕмĕр. N. Хĕвел анас патне çитнĕ, тет. Артюшк. Ачамсене пĕр пичĕ хĕвел, тепĕр пичĕ уйăх тавăттăм. Собр. Виçĕ хĕвел тухсан, уйăхĕпех йĕпе пулать, теççĕ. Н. Карм. Хĕрлĕ хĕр пĕлĕт тăрăх çӳрет. (Хĕвел). N. Ача, ку çумăр хĕвелĕ пулĕ, ытла пит хĕртет. ЧП. Хĕвел пăхрĕ — типĕтрĕ. N. Виç хĕвелпе кайман шурă юрсем. N. Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел N. Вăл вăхăтра хĕвел выляса тухрĕ вăрман çинчен пĕлĕт çине, кун та хитреленсе карĕ. Лобашк. Вăрман урлă сар каччă курăнĕ. (Хĕвел). N. Чипер хĕр пысăк уйпа çӳрет. (Хĕвел). Синьял. Хĕвел витĕ, çу витмĕ. (Кантак). Сятра. Вутсăрах çунать, çунатсарах вĕçет, урасăрах чупать. (Хĕвел). Альш. Çула хăшĕ-хăшĕ куç ыратнипе хĕвел çине тухаймасăр лараççĕ. N. Хĕвел анса пырать (скоро закатится). N. Хĕвел карталаннă (круг вокруг солнца к непогоде). N. Хĕвел тухса сарăлнă (совсем уже взошло). N. Хĕвел кулать, хĕртсе хĕвел пăхать. N. Пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, этемсене савăнтар. N. Хĕвел шăвать. Кив-Ял. Хĕвел тухать хĕрелсе çут тĕнчене çутатса. (Вăй юрри). Нюш-к. Иртсе пыракан çын пичĕ çине тĕкĕрпе хĕвел çуттине ӳкерес. N. Хĕвел кашни кун ир тухнăçемĕн ир тухать (ир анса ларнăçемĕн ир анса ларать). Курм. Вăрмана çитсен, хĕвел анса та ларчĕ. Аттик. Хĕвел кашни кун пĕçернĕçем пĕçерет. N. Хĕвел ир хĕрелсе тухсан йĕпе пулать (вăл кун çăмăр е юр çăвать), теççĕ. КС. Ура питне хĕвел çапрĕ (насквозь, сильно прожгло). Трхбл. Хĕвел пирĕн йĕтем пысăккăш, тетчĕç ваттисем. N. Хĕвел пит хĕртет. N. Хĕвел тухнă çĕрелле çитрĕмĕр (ко времени восхода солнца). N. Паян эп тăрсассанах хĕвел тухрĕ. Красн. Горка. Хĕвел питĕ хытă пахать. Сĕт-к. Хĕвелин пăхасси номаях мар та-ха; час кĕлет айне хопланмалла. || Назв. божества. Магн. М. 63, 64. Хĕвел ашшĕ, амăшĕ, хăлхи, çоначĕ, ори. || Клятва. Ст. Чек. Хĕвел, илмен эп ăна. Сред. Юм. Хĕвел пôр! (Тôпа туни). Орау. Мĕн эсĕ çын çинчен çука калаçса çӳрен: эпир хĕрсемпе ун-кун, апла та капла çӳренĕ, тесе калаçса çӳрен? — Çук, Якку. Ак, хĕвел, калаçман. Ăна сăмах вĕçертнине (что болтают зря) ху та пĕлен-çке.

хĕвĕш

торопиться, беспокоиться, суетиться. N. Ахаль кунсенче халĕ эпĕ вут хутса сӳнтериччен çывăраттăм, çак калăм кунĕ çуталнă-çутăлманах тăраттăм та, урана сырса, пите çуса, шăллăмăран (= шăллăмран) ăмартмалла: çынсем каймаççĕ-ши, çырмара тĕтĕм тухни курăнмас-ши, тесе, хĕвĕшеттĕм. || Бегать взад-вперед. Орау. Мĕн хĕвĕшетĕр ĕнтĕ паян: тухатăр-кĕретĕр, таккулăх пӳрте сивĕтетĕр. СПВВ. ИФ. Хĕвĕшес — пĕрмай çӳрес: кĕрес те тухас. Акă сивĕре: мĕн хĕвĕшетĕр, пӳрт сивĕнет, теççĕ.

хĕл

зима. N. Хĕл, хĕлле. Орау. Пĕр вăтăр улт çул хушшинче хĕл кун пек час ларман. N. Кăçал хĕл ир ларчĕ. N. Хĕл иртрĕ (также: çитрĕ). N. Хĕл нумай юлмаст (осталось немного до весны). N. Хĕл ларчĕ. Установилась зима. N. Кăçалхи (или: ку) хĕл — хĕл пек те мар. N. Хĕл килет (или: пулать) пуль! Видно, хочет быть зима. N. Хĕлӳ анчах ларать халь, эс çулахине шухăшлатăн! Еще только зима наступает, а ты уже думаешь о лете (о летнем). А.-п. й. 65. Çук, апла юрамасть, пĕчĕк кайăка усрава илнĕ йăвăçсен çулçисене пĕрне те ан тивнĕ пултăр, вĕсем хĕлĕпех симĕс тăччăр, тенĕ. ГФФ. Хомăш котне пăр шăнсан, хĕл полнине тин пĕлчĕç. Только тогда узнали, что наступила зима, когда обледенели комли камышей. Рак. Хĕл уйăхĕ улт уйăх, çу уйăхĕ çич уйăх. В. С. Разум. КЧП. Хĕле хирĕç, к зиме. Изамб. Т. Халĕ хĕле хирĕç. N. Хĕл ларас уммĕн, перед наступлением зимы. N. Хĕлччен инçе-ха. Туперккульос 36. Çывăрасса та хĕл хушшинчех чӳречесене уçса ярса çывăрма пултарать. Кан. 1927, № 212. Хуртсем хĕле аван каçсан, вăсене çуркунне пăхма аван. Баран. 161. Çула пит шăрăх пулать, хĕл сивĕ килет. Е. Орлова. Хĕл айне полаттăр. Вас застанет зима. N. Кăçал хĕл час ларĕ. N. Хĕл хырăмĕ аслă, теççĕ. (Послов). N. Хĕл хырăмĕ пысăк, теççĕ. Регули 1205. Ку хĕл иртнĕ çĕрте çĕр сом илтĕм. Ib. 392. Хĕл полĕ (или: полать) ĕнтĕ. N. Хĕле кĕриччен (до зимы) эсĕ килме тăрăш. Т. VI. Эпĕ хĕле кĕриччен качча каймалла (должна выйти замуж). Унтан хĕлĕ пулчĕ, тет те, хĕрĕ те качча каяймарĕ, тет, карчăкĕ те вилеймерĕ, тет. Изамб. Т. Çапла вĕсем ĕçлесе хĕле кĕрсе каяççĕ. Ала 96. Пурăнсассăн-пурансассăн, çакă мĕскĕнсем тата хĕле кĕрсе кайнă. N. Хĕле кĕретпĕр, начинается зима. Орау. Хĕле кĕни нумай пулмасть халь. Зима наступила недавно. N. Хĕле кĕрет, наступает зима. N. Хĕле кĕретпĕр ĕнтĕ. Истор. Киле каяс тесен, хĕле кĕтĕмĕр; капла пĕр усăсăрах киле кайсан, пире никам та ырă сăмах калас çук, хамăртанах кулĕç. Изамб. Т. Халĕ хĕле хирĕç (к зиме). N. Ул хĕлте те атă ĕçлесе нумай укçа тупрĕ. N. Унтан хĕл иртрĕ, çуркунне çитрĕ. КС. Выçлăх чухне çур хĕлтен çуркуннене çитичченех йăтса тăратса пурантăмăр (больных животных, которые ве могли сами подниматься). Ст. Шаймурз. Петрав иртсен тăри юрласан, хĕл час ларать, тет. Кан. Çак савăта иртнĕ хĕлте юсама тытăнчĕç. Якейк. Хĕле хирĕç чӳречесене питĕртĕмĕр. N. Хĕл пĕтеспе (или: иртеспе) карĕ. Уехал в конце зимы. СТИК. Хĕл лараспа (к зиме) çанталăк пит сивĕтсе çитет. Сред. Юм. Нӳхрепе пăр хĕрсан, хĕлтен хĕле çитечченех пырать. N. Арман пĕвинчи пулла хĕл пĕтерет. || В переносном смысле. N. Нихăçан та çынна сăмахпа кӳрентермест, йытă çурине те хĕл кăтартмасть.

хĕл-хута

в течение всей зимы. N. Сухине хĕл-хута ампар айĕнче çӳлĕ çĕрте ларнă çĕртен антарса. Сред. Юм. Çак ачасемпе туйлашса хĕл-хута пĕр çич-сакăр хôтăртан ытла арлаймарăм вит. ТХКА 67. Катки-каткипе хăяр, купăста панулми хĕл-хута çимелĕх тăварланă вĕсем.

хĕлен

знач. не выясн. Пшкрт. Ма çоралас, ма хĕленес? Хĕленмен полсан, çоралман полсан, çак çĕр çинче çĕрес çокчĕ, çак хорлăха корас çокчĕ.

хĕне

бить. Ст. Чек. Ай-уй, ачам, сана ачасем хĕнерĕç пулĕ, пит хурланса йĕрен. Ах, дитя мое, тебя, вероятно, прибили ребята, что ты так горько плачешь. А.-п. й. 33. Хĕнерĕç-хĕнерĕç те, упа тирĕ тăхăннă такасем тӳп кайса ӳкрĕç. Ib. 84. Шалт хĕнесе пĕтерчĕç. Ib. 92. Пуçларĕ, тет, улпута чашлаттарса хĕнеме. Ib. 99. Пуçлать Сахар хĕнеме мăн улпута çурăмран. Капк. Хĕнекенсенчен пĕри ăна çăварĕнчен хупласа çапла каланă... Юрк. Асли, Митукĕ, хĕрарăмсем пек, сарăм хĕрринчен ыт-ахальтен кĕлте кучĕсене анчах хĕнесе пынă. Шел. 45. Вара эпĕ хĕнерем-и мĕн-ха ĕричакпа? КС. Эп ăна кăçал ак çак патакпа хĕнесе пурăнтăм. N. Юна ӳкериччен вĕтнĕ (хĕненĕ). СТИК. Çынни те усал-ĕçке ĕнтĕ, паян вара çавăнта ачана хĕнессĕм хĕнет (так и лупит), никам курасран та хăрамаст пуль. Ст. Чек. Хĕне-хĕне анкă-минкĕлетнĕ (сделал его почти полоумным). Чăв. й. пур. 30. Çапла хĕне-хĕне, арăмĕ чире ернĕ вара. N. Тытса хĕнесе пăрах. Янтик. Лайăх хĕнесе илтем-ха лешне. (Говорят самодовольно). N. Хĕнесе пăрахрăм та лешне, халь йĕрсе выртать-ха. (Поколотил того, он теперь лежит и плачет). Сред. Юм. Хĕне-тăр-качă отайми тунă. Альш. Чунне хĕнесе мул хывакан, ут пуçĕ-тĕр унăн чĕрисем. || Переносно — утруждать. N. Вĕсем ун пек ĕçпе пуçĕсене хĕнемен.

хĕр

дочь. КВИ. Хăйĕн аслă хĕрĕнчен ашшĕ ыйтать: мĕн мăнтăр? На свете что всего жирней? — спросил однажды так отец у старшей дочери своей... Ib. Унтан кĕçĕн хĕрĕнчен ашшĕ ыйтать: мĕн мăнтăр? Затем спросил он: что жирней? — у младшей дочери своей. А.-п. й. 103. Чухăн хуйхăрса килне таврăнчĕ те хĕрне каласа пачĕ. Бедняк с горечью понес (кудель) домой и рассказал о своем горе дочери. ГФФ. Пире пуян çын хĕр памасть. Богатые люди не выдают за нас дочерей. N. Пуян хĕрĕ теейсе те, пуç ывăтса ан тăрăр; чухăн хĕрĕ теейсе те, пуçа усса ан тăрăр. N. Пирĕн атте хĕрĕ. Изамб. Т. Хальхисем (дети) виççĕш те хĕр. Ст. Чек. Хĕрме (= хĕрĕме) калап, кинĕм илт. (Послов.). Мусир. Пирĕн аттен пĕр хĕре Вĕренер кулли пулайчĕ. Городище. Санпа пĕр тăван хĕр миçен тата? А сколько у тебя сестер? Абыз. Манпа пĕр тăван пилĕк хĕрччĕ. К. Кушки. Пирĕн пилĕк хĕр, у наших родителей пять дочерей. Ib. Эпир çемьере пилĕк хĕр, нас в семье пять сестер. || Девица, девушка, девка. ГФФ. Коçăма ятăм хĕр çине те сар хĕрсене солляма. Я дал волю своим глазам выбирать красных девиц. N. Йăштин-яштин яш ачи, хĕрсем тавра коскалать. Высокий красивый парень вертится вокруг девушек. N. Хальхи те хĕрсем яш майлă. Нынешние девицы похожи на парней. N. Ĕнтĕ савни кĕтет, сарă хĕре кĕтсе илеймест. N. Вылямашкăн, кулмашкăн та кăвак куçлă хĕр чипер. Богдашк. И уччанна, уччана, юр çăват-çке пахчана; юр çунипе юр пĕтмест, хĕр кайнипе хĕр пĕтмест. Чертаг. Ентри пичи калатчĕ: сарă вăрăм хĕрсене сарай кашти тăвап, тетчĕ. ГФФ. Çакă та ялăн хĕрĕсем, çул юсама тухсамăр. Девушки этой деревни, выходите чинить дорогу. N. Пĕр Петĕре çитмест-çке те, çĕр çитмест мар, хĕр çитмест. Только одному Петру нехватает — не земли нехватает, а девушек нехватает. N. Çак ял хĕрсен ячĕ аслă. Велика слава у девушек этой деревни. N. Ай, ачи лайăхчĕ, хĕрсем патне каймаст-чĕ. Ах и хороший был парень (жених)! К девушкам, бывало, не ходит. N. Ял-ялĕнче яш малта, хамăр ялта хам малта, çакă ялта хĕр малта. В других деревнях на первом месте парни, в нашей деревне я сам на первом месте, а в этой деревне на первом месте девушки. Пазух. Çакă ялăн хĕрĕсем ялан шăлан чечек пек, ялан мăкăнь çеçки пек, йĕркипе ларнă чĕкеç пек, суса çакнă нухрат пек, йĕп куçĕнчи пурçăн пек, кача-пӳрне çĕрри пек. СТИК. Кĕрхи сăрара пирĕн пит хытă ĕçеççĕ. Ваттисем хăйсем хурăнташ-ăрусемпе ĕçкĕ тăваççĕ, çамрăксем (бивают и женатые молодые люди и замужние) хĕрсем кĕрхи сăра ларнă çĕрте ĕçеççĕ. Унта пĕр вăйçă пулат купăспа, ташлаççĕ, юрлаççĕ. Хĕрсен сăрине тунă çĕре кашни хĕр хăй килĕнчен салат и хăмла илсе пырат. Каччăсем вăл сăрана ĕçнĕшĕн укçа тӳлесе хăвараççĕ. Çавăнта ларнă хĕрсем вăл каç килĕсене таврăнмаççĕ, çавăнтах выртса çывăраççĕ. Якейк. Хĕрĕх тантăш хĕр тантăш, хĕрсе олах ларас чох хĕр тантăшран уйăрăлтăм. Чăв. юм. 24, 55. Хĕр пиррине хутаç çине чикет те пасара илсе каять. Юрк. Пире хĕртен арăм тумалли кирлĕ. Ib. Çирĕм çула çитсе хĕр пулса, ялăрта пур-и савакан? Торп-к. Юхин хĕр юхтарĕ, çеклеттер хĕр çаклатĕ. (Шыв юхни). Ала 65°. Ах, йыснаçăм Иван пур, хĕр Курмасăр ватăлнă. Ст. Чек. Хĕр йĕке урлă каçсан, упăшки кукша пулать, тет. Сред. Юм. Хĕр хôран хысми çисессĕн, качча кайнă чôх çăмăр пôлать, тет. (Народ. поговорка). Норус. Ати ани мăн ана (загон отца велик), хĕрсен çурли çук пулсан, унта аса килĕ-ха. (Туй юрри). Собр. Пушă хирте хĕрлĕ хĕр çӳрет. (уйăх). Шорк. Çамрăк хĕр — лет 14—18-ти; яш хĕр — лет 18—19-ти; пĕве çитнĕ хĕр — лет 17—18. ПУ. Çитĕннĕ хĕр, девушка. N. Тĕрлемес хĕрĕ, уроженка с. Тюрлемы (независимо от возраста и семейного состояния). N. Тепри — ватта юлнă хĕр. К.-Кушки. Миçе çул ман хĕрте лармалла-ши? Сколько лет быть мне в девушках. N. Хĕр чухнехи иртрĕ поль, сорхори тăвасси иртрĕ поль. (Хĕр йĕрри). Ядр. Сат картинче сар-кайăк, юрлăни те килĕшет хĕрĕн арăм полнă чох (хĕртен арăм полнă чох) макăрни те килĕшет. Нюш-к. Хĕр тупаччин хĕр тăв (хĕр çураçса тупса параччин хĕр тăв). ГФФ. Улаха та кĕтĕм те — хĕр сăмахĕ. Зашел (я) на посиденки — девичьи пересуды. || Невеста. Изамб. Т. Хĕр леçме (провожать невесту) хĕрсем каймаççĕ. N. Хĕр шыв тăкма кайни. СТИК. Вăл ĕнтĕ хĕр çулне çитнĕ: час качча парас тетпĕр. Козм. Хĕр парăп хĕл каçайми. (Шăпăр). Юрк. Авланма шухăш пур та, хĕр çук халĕ. ТХКА. Çынсем: хĕр тупса парас сана, теççĕ. N. Хĕрĕн тетĕшĕ туйра туй килнĕ чухне е кайнă чухне хĕрне хулпуççи çине хурса йăтса кӳртсе, йăтса тухса тăрантас çине лартат. Зап. ВНО. Каякан хĕртен шăпăр пытаннă. Сред. Юм. Хĕр полнă ĕнтĕ, тек выляса çиç çӳремелле мар. Невеста уже, нечего тут все играть. Пазух. Хĕр çӳретмелле выляс уммĕн юрлакан юрă. Çак юрра юрланă чух арçын ачасемпе хĕр ачасем уйрăм тăраççĕ: пĕр енне хĕр ачасем пулаççĕ. Пĕрисем юрланă чух тепĕрисем пăхса тăраççĕ. Пшкрт. Ĕçнĕ хĕр, невеста. || Назв. родства по мужу. Юрк. Родство: 1) сарă хĕр, 2) чипер хĕр, З) хĕрсем. Ib. Чипер хĕр, сарă хĕр, вăталăх хĕр, кĕçĕн хĕр. Якейк. Мăн хĕр, çамрăк хĕр. Альш. Хĕрсем, вăталăх хĕр, кĕçĕн хĕр, пĕчĕкçĕ хĕр, сарă хĕр, чипер хĕр, шурă хĕр. Ст. Чек. Вăталăх хĕр, кĕçĕн хĕр, пĕчĕкçĕ хĕр, шурă хĕр, сарă хĕр. N. Сестры старше мужа — аппа, аппай, акай, моложе — хĕрсем, чипер хĕр, сарă хĕр, кĕçĕн хĕр, пĕчĕк хĕр. Н. Карм. Упăшкинĕн йăмăкĕ: асли — хĕрсем, тепри — вăталăх хĕр, тата — чипер хĕр, сарă хĕр, кĕçĕн хĕр. || Назв. речки в б. Ядр. У. (о ней есть предание, иначе хĕр шывĕ.) КС.

хĕрĕн

девушкой. Хора-к. Çак ял хĕрне илекен хĕрĕн илтĕм тиять-ши, тавно арăм пулнăскер.

хĕреслĕ

имеющий крест. N. Хĕреслĕ çын, носящий крест. Н. Лебеж. Хĕреслĕ манит пулăттăм, сан кăсйăнтан тухмăттăм. || Крест-на-крест. Никит. Çак хĕрессем çине тата пилеш турачĕсене хĕреслĕ туса хораççĕ. Собр. Урлă-пирлĕ хĕреслĕ куçлă. (Чӳрече). || Перекладины около шестерни (на мельнице). Мочеи. См. арман.

хĕрет

сделать красным, румяным. Хăр. Палля. 40. Хĕвел, анçа ларнă чух, пĕлĕте хĕретсе хăварсан, çăмăр пуласса сăнама вĕрентнĕ. О сохр. здор. Çав вырăна çыртса хĕретнĕ пек хĕрлĕ пĕчĕкçĕ тĕвĕсем тухаççĕ. Кĕвĕсем. Пахча кĕтессинчи шалан хулли çырлипелен хĕретет, йĕппипелен чиккелет. Утăм № 1, 29. Хĕреттĕр мĕн хитре çĕре. N. Çак тантăшсемпе пĕрле пулсан, шап-шар чĕреме хĕретрĕм (весело стало). Ачач 41. Вăл тешурнăй çине пăхса тăрса, çиленсе карĕ. Пит-çăмартисене хĕретсе ячĕ. || Красить. ЧС. Хĕрет (çăмарта). || Дубить (кожу).

хĕрĕх

сорок. Оп. ис. ч. II. Пĕр юпа тăрринче хĕрĕх кĕлте ларать. (Куршанак). На столбе сорок снопов. (Репейник). Хурамал. Кăвак сăхмансенĕн хĕрĕх пĕрме, çирĕм пилĕк сумлăх йĕс тӳмме. У серого кафтана сорок сборок, на нем медных пуговиц на двадцать пять рублей. Такмак. Çак хăтапа тăхлачăн хĕрĕх (символ, число) кун тунă сăри пур, тет, хĕрĕх кăшăлла пичкине хывнă, тет. (Такмак). N. Хĕрĕх шăл витĕр тухсассăн, хĕрĕх яла сарăлать, теççĕ. (Послов.). Орау. Хĕрĕх шăл хушшинчен тухсан, хĕрĕх яла сарăлать. (Послов. о речах и слухах). N. Хĕрĕх хăвăçăн тăрри пĕр. Зап. ВНО. Хĕрĕх чăрăш пĕр турат. (Авăн йăвăççи). N. Пытаракансем хĕрĕх утăм кайсанах, вилнĕ çыв тухса кăшкăрать, тет: ан кайăр, эпĕ те пыратăп! тесе. В. Олг. Хĕрĕх иккĕ = хĕрĕх икĕ пус = 12 коп. Ib. Хĕрĕх пиллĕк = хĕрĕх пилĕк пус = 13 коп. Ib. Хĕрĕх тăххăр = хĕрĕх тăхăр пус = 14 коп. Шибач. Хĕрĕх пилĕк пус = 13 копеек. Я. Турх. Хĕрĕхелле пур вăл. Ему около сорока лет. ТХКА 82. Хĕрĕхелле çитсе пулин те, Санюкшăн кулянса çӳçсем кăвакара пуçларĕç. Нюш-к. Хĕрĕх çиччĕсенче пулĕ ĕнтĕ у; у хĕрĕх çиччĕре; у хĕрĕх çиччĕсенчен иртнĕ ĕнтĕ. Календ. 1904. Аслă типĕ, урăхла ăна хĕрĕх кун типпи теççĕ, мĕншĕн тесее вăл хĕрĕх кунччен пырать.

хĕрĕх те пĕр

сорок один (символ. число). ЧС. Унтан хĕрĕх те пĕр хĕр чĕнеççĕ (хĕр-аки тума). N. Юмăç карчăк пĕр куккăль тумассерен: выльăх-чĕрлĕхе пĕтерекен хĕрĕх те пĕр тĕслĕ усал-тĕселсене çак куккăльсем ăшне тытса хупса кăмакана пăрахса пĕçеретĕп, тет те, куккăльсене кăмакана ывăта парать. Никит. Хайхи Окахье аппа та хĕрĕх те йĕр йăрантан курăк кайса татрĕ те, мая вĕретсе ĕçтерчĕ. N. Эсĕ хĕрĕх те пĕр кунччен карап ту, анчах ăна никама та ан систер. Сред. Юм. Çын хĕрĕх те пĕр сыпсан тăранать, тет.

хĕрри

край. См. хĕр, хĕрĕ. N. Сĕтел хĕрри, край стола. НР. Шор хĕррипа отмашкăн... Чтобы ходить по краю болотца... Хурамал. Аслă çулсем хĕрри çырлаллă, çиессӳ килсен татса çи. По краям большой дороги много ягод, если захочешь поесть их, то сорви и ешь. Ib. Аслă çул хĕрринче сар пушăтлăх, çул çыннисем пĕлĕç хисепне. На краю большой дороги — желтые молодые липы, идущие будут знать им счет. N. Çаран хĕрринче çĕр-çырли, пĕр çупкамĕ пĕр ывăç. Ачач. 59. Ашшĕ пĕр-хĕрринче хар-р-р! хар-р-р! харлаттарса çывăрать. Ib. 50. Тимуш чей чашкине, хĕррисенчен ик алăпа та пит асăрхаса тытса, тути патнелле илсе пычĕ. N. Çак Тип-касăн хĕрринерех пĕр пĕчĕк латакайрах, вăтам пӳрт пур. А.-п. й. 31. Çул хĕрринче пĕр армак-чармак йăвăç ларнă. N. Ку хĕрринчи, тот, который (сидит, стонт) с этого края. N. Уй-хирсем тăрăх сасăллă суха: „Хĕррине те ну, ну! “ — илтĕнет пĕрмай. Янгорч. Суха тунă чух лашана: хĕррипе! тесе кăçкăрса пыраççĕ. Янтик. Ушкăн кăна ушкăн тупăлха, чăн хĕррипе эпир касрамăр. Ст. Шаймурз. Аслă çул хĕррисем пылчăклă. Альш. Кайăк юпа тăррине пырса ларат, юпа хĕррине лараймас вăл. || Опушка (леса). Оп. ис. ч. Н. Вăрман хĕррине çитсен, çынни: вăсси! вăсси! — тесе кăшкăрса ячĕ, тет. Когда они подошли к опушке леса, человек закричал: „Взы! взы“! || Берег. Бес. чув. З. Тутар ачисем çав çырман çӳлĕ хĕрринче, хăшĕ çара уран, хăшĕ çăпата сырса, хăшĕ кĕпепе кăна кăшкăрса, выляса, чупса çӳренĕ. ГФФ. Тем чол шыв хĕррипе отсан та, эпир шыва каяс çок. Сколько бы по бережку не ходили, в воду мы не упадем. Истор. Хĕвелтухăç йĕнчи çĕрсене Атăл хĕрри таранчченех туртса илнĕ. ЧП. Шурă Атăл хĕрри. Ст. Шаймурз. Тинĕс çинче пит вăйлă çил тухат, вара пичĕкене çыран хĕррине илсе юхтарса тухат. Орау. Шыв хĕррипе карĕ (если берег обрывистый, то: çыран хĕррипе карĕ), пошел вдоль берега. N. Хĕррисем (у реки Булы) кăш тĕлте тарăн, кăш тĕлте сăрт. || Употребляется в качестве послелога. А.-п. й. 16. Пĕр вар хĕрринчен куна хирĕç тем пысăкĕш кăвак кашкăр сиксе тухрĕ. N. Картасем хĕрринче (под заборами) выртса çӳрекенскер. || N. Каç пулсан, вăрçă хĕррине ĕçлеме каяттăмч.

хĕрт

калить. N. Хăпарса тухнă вырăна, хĕртсе сивĕтнĕ еппе шăтарса, çупа сĕрмелле. Орбаш. Мулчине (баню) ĕлĕкхинчен виçĕ хут хытă хĕртĕр (натопите) Орау. Пăшатана хĕртсе тинĕс шывне вĕрилантараймăн. А. Рекеева. Килте ача-пăча чирлесен часах юмăçа каяççĕ; вилнĕ çын тытнă пулĕ, çав аптăратат, тесе, чӳк тăваççĕ, хĕртсе пăрахаççĕ. || Палить (о солнце). ЧП. Хĕртсе хĕвел пăхрĕ те, сăрлă юпа тăрăх сăрă юхрĕ. Ыраш 18. Хĕвелĕ вара, çăвах кăларасшăн пулмалла, хĕртет. Тет. Çула хĕвел хĕртерех парат. Изамб. Т. Сăртсене хĕвел хĕртет. N. Мĕншĕн тесен унти хĕвел вăрахчен хĕрӳ хĕртмест. И. Афанасьев. Эпир вăрмана кайнă чухне питĕ хĕртсе хĕвел пăхатчĕ. Б. Яныши. Çанталăк уярччĕ, хĕвел хĕртсе пăхатчĕ. N. Хĕвел çилсĕр пит хĕртсен, вăйлă (пăрлă) çăмăр (тепĕр куннех) пулать. || Бить, лупить, хлестать. А.-п. й. 83. Сиксе тухаççĕ те, тытăнаççĕ Иванăн ачисене саламатсемпе хĕртмешкĕн. N. Анне мана тытрĕ те, пĕр хурăн хулă хуçса илчĕ те, ну хĕрте пуçларĕ. Етрух. Кил хуçине саламатпа питĕ хĕртсе хăварнă. М. Сунч. Эпĕ уява тухасса тухаттăм та, анчах атте хĕртсе кĕретчĕ (с побоями уводил домой). N. Мĕн тăвĕ мана вăл? — Пĕре хĕртсе илĕ. Что он мне сделает? — Только отлупит, и больше ничего! N. Эс кунтан каймасан, эп сана çак туя пĕтичченех хĕртсе илем (я тебя палкой отлуплю)! Ск. и пред. чув. 75. Çынсем мунча кĕреççĕ, çимĕк курăкĕпеле çан-çурăма хĕртеççĕ. Ягудар. Хĕртсе ярас пулать çырмана. || Переносно — драть. Кан. 1928. Хулара кăраççын çуккипе ялтан пынă усламçăсем хакне хытă хĕртеççĕ. || Крыть, продергивать (кого) в газетах. Слакбаш. || Уписывать. Альш. Çитти сарăлат та, тĕрлĕрен çиме тухат, тет. Акă тетĕшсене май килчĕ, тет, ахаль хĕртеççĕ, тет. См. наччасра. || Об изжоге. Юрк. Пыр хĕртсен çумăр пулат. Календ. 1907. Ывăннă пек туйăнать, ыйхă килет, пыр хĕртсе тăрать, çăтна чух ыратать. || Заставить преть. Сред. Юм. Салат тумалла тырра шӳтерсен, ôрайне сарса шăтараççĕ (кĕççĕлентереççĕ), вара кôпа туса хĕртеççĕ. Якейк. Хветӳт армань çăнăх лайăх тумасть, хĕртсе кăларать.

хĕртĕн

калиться; скоблиться. Шибач. Хĕртенет (вот патне ларса сĕркеленет хăйăпала). || Греться. Ягутли. Выльăх-чĕрлĕхсем пурте хĕвел çинче хĕртĕнсе тăраççĕ (весной). А.-п. й. 30. Вут умĕнче хĕртĕнсе ларакан качака такипе сурăх такине курать те вăл, кусене халех çисе яратăп тесе, шăлăсене шатăртаттарса пырать. || Чесаться. Хорачка. Вот хорсассăн ăшăнса тăрат, хĕртĕнсе (хыçкаланат). || Гореть желанием. N. Мĕн пит хĕртĕнсе тăран? Кан. 1927, № 236. Хĕртĕнсе тумалли ĕç. || В переносном смысле. Кан. 1929, № 184. Тимах Петти хĕртĕнмелле ĕнтĕ çак сутра паян.

хĕрт-сурт

хĕрт-сорт, назв. духа. Моркар. Праздник в честь „Хĕрт-сорт“. У язычников чуваш между другими божествами было божество, наблюдаюшее за домом, которое чуваши называлн „хĕрт-сорт“, что соответствовало русскому „домовой“. „Хĕрт-сорт“, по верованию чуваш, жил в избе на печи. В честь „хĕрт-сорт“ в году раз чуваши делали праздник, о котором я здесь и хочу рассказать. Этот празник делали в ноябре или позже, смотря по удобству. Сваривши полный котел полбенной каши, накладывали часть каши в деревянное блюдо и, сделав ложкой в середине блюда с кашей лунку, клали туда скоромного масла. Потом, обернув блюдо кругом белым чистым полотенцем, ставили на стул перед столом. После этого бралн лепешку, нарочно испеченную для этого случая, одна половина которой была разрисована ложкой, другая гладкая, и, отломив разрисованную половину, клали на стул около блюда с кашей, а другую половину ва стол для еды. Сделав это, накладывали из котла половину оставшейся каши в блюдо и ставили на стол. Потом все вставали на ноги и стояли лицом к растворенной двери. Старик, хозяин дома, брал шапку под мышку и с хлебом в руках, говорил: „Хĕрт-сорт, молимся тебе и приносим пищу, прими ты нашу молитву с благоволением. Храни нас в весь дом ваш от всякого зла, мы молимся тебе, помилуй нас“. После этой молигвы все садились за стол обедать. После обеда блюдо со стула с лепешкой ставили на печь и вокруг блюда ставили ложки, упирая на край блюда. Все это до следующего утра оставалось на печи, а утром кашу согревали и ели с лепешкой. Кроме этого „хĕрт-сорту“ всегда кидали на печь по три маленьких кусочка от каждой приносимой в дом гостинца, только после такого обряда ели гостинцы. При несоблюдении этих обрядов и почттаний „хĕрт-сорт“ сердился на жителей дома и пугал их по ночам. М. Сунч. Чăвашсем: хĕр-суртсăр кил пулмаст, теççĕ. Хĕрт-сурт пулмасан телей те пулмаст, тет. Хĕрт-сурт вăрçа тавраша юратмаст, тет. Хĕрт-сурта пилĕк çулта пĕрре чӳклеççĕ: вара вăл çынна çав каç анчах курăнат, тет. Хĕрт-сурта çур-çĕр тĕлĕнче пăтă пĕçерсе çапла каласа чӳклеççĕ: „Е пĕсмĕлле хĕрт-сурт сана асăвса чӳклетпĕр; кил-йыша çăмăллăхне пар, çукне пур ту. Килтен çиленсе пăрахса ан кай, мĕн панине ил, чӳк, çырлах, амин“. Çапла чӳклесе пĕтерсен, кăмака çине хĕрт-сурт валли кашăкпа пăта ăсса ывăтаççĕ те, вара хăйсем çиеççĕ. Вара çав каç хĕрт-сурт кăмака çинче кĕнчеле арласа ларат, тет. Вăл хăй шур тумтирлĕ, вăрăм çӳçлĕ, тимĕр шăллă, тет. Ир енелле хĕрт-сурт арланине, кĕнчелине хăех илсе каят, тет те, ăçта та пулсан пытарса, вурса, каллех кăмака çине килсе ларат, тет. Ĕçке-çике кайса ӳсрĕлсе килсен, çапла калаççĕ вара: „Тавсе, хĕрт-сурт, ĕçсе ӳсрĕлсе килтĕм, ан çиленех“, теççĕ. Ют ялтан кучченеç парса ярсан, чăн малтан хĕрт-сурт валли кăмака çине хурса ывăтаççĕ. Хĕрт-сурта авал пит хисеплесе пурăннă. Собр. Кирек кам килĕшĕнче те хĕрт-сурт пур, теççĕ. Хĕрт-сурт кăмака хыçĕнче пулсан, килте пурăнас килет, теççĕ; çавăнпа кучченеç илсе килсен, ăна малтан парахса параççĕ. Хĕрт-сурт уйра пулсан, уйра пурăнас килет, теççĕ; çавăнпа тыр вырса тавăрăннă чух, пĕр çурлине тыр кутнех пăрахса хăвараççĕ, унпа хĕрт-сурт вырат, теççĕ. N. Хĕрт-сурт ĕмĕрех кăмака умĕнче пурăнат, тет. Кăçта хĕрт-сурт пур, вăл килте питĕ лайăх, тет. Пурнăç та малалла каят, тет. Килĕшчиккинче вăрçă таврашĕ тухмаст, тет. Пăртак макар-мăкăр тусанах, тарат, тет. Çав хĕрт-сурт писсессĕн вара пурнăç пĕре те малалла каймаст, тет. Хĕрт-сурт ан сивĕнтĕр тесен, кашни ютран кученеç килмессайран пӳртĕн тăват кĕтессине кученеç татса пăрахмалла, тет, тата пăтă пĕçерсе йĕри-тавра кашăк хурса кăмака çине лартмалла, тет, вара хĕрт-сурт иленет, тет. Хĕрт-сурт вăл хăш-пĕр килте кăмака умĕнче ватă карчăк пулса кĕнчеле авăрласа ларат, тет. Çавăн чухне анчах кураççĕ, тет, ăна. N. Ĕне картинче хĕрт-сорт пурăнать, теççĕ. Кăмака çинче хĕрт-сорт амăшĕ пурнать, теççĕ. N. Сурхури çите пуçласассăн, пăтă пĕçĕрсе чăкăтпа картара хĕрт-сорта чӳклеççĕ. Хĕрт-сорта чӳклесессĕн выльăх хунаса каять, теççĕ. N. Хĕрт-сурт арласан кайран алă ĕçĕ ӳсĕнет, теççĕ. N. Кăнчала арланă вăхăтра, как çăвăрма выртнă чух, кăнчалаççия пĕрене çумнелле сĕвентерсе тăратсассăа, хĕрт-сурт арлать, теççĕ. Бгтр. Пĕр хĕр каçпа тола тохнă, тет. Тохна чох, кăмака çинче темскер шорăскер порччĕ, тет, кĕнĕ чох тимĕр йĕкепе пăтьăр! пăтьăрI тутарса кăнчала арласа ларать, тет. Ку хĕр часрах вырăн çине хăпарчĕ, тет те, пĕркенсе выртасшăнччĕ, тет. Çавăн чохне. Хĕрт-сорт йĕкипе вăрăн! тутарчĕ, тет. Йĕки хĕре сорамĕнех (= çурăмнех) тиврĕ, тет те, хĕр макарсах ячĕ, тет. ДФФ. Пирĕн анне ĕçкерен тавăрăнсан, пӳрте кĕрсенех: „Хĕрт сурт, тавăссе, ачам-пăчам, тавăссе!“ тесе чĕнетчĕ. ЧС. Хĕрт-сурт писнĕ, тет, çавна кӳртетпĕр. См. сĕрен. Янтик. Килте-çуртра хĕрт-сурт çук. (Так говорят, когда нет порядка в доме). N. Хĕрт-сурт вăл почти кашни çуртра пулат, теççĕ. Хĕрт-сурт пăттине чӳк илсе килмен çынна çиме юрамаст, теççĕ. Хĕрт-сурт вăл хĕр-арăм, теççĕ, вăл шап-шарă кĕпепе, сурпанпа кăнчала арлат, теççĕ. Хĕрт-сурт кăнчала арлани курăнсан, çурт малалла каят, теççĕ. Ала 66°. Унтан вара картишне тухаççĕ. Картишĕнче туй халăхĕсем çапла юрлаççĕ: „И тав яшкăра çăкăра, и тав ĕçкĕре-çикĕре, эпир те ĕçнĕ-çинĕ вырăнне сĕт кӳлĕ пулса юлтăр-и, эпир те пуснă вырăна хĕрт-сурт та пусса юлтăр-и. С. Алг. Çĕнĕ пӳрт тусан, çын вилсен, çемье чаксан е ӳссен каланă: „Ей турă, лайăх ыр хĕрт-суртăмпала пурăнмалла пултăр, çырлах, амин“. КАЯ. Эй, хĕрт-сурт ашшĕ амăшĕ, сире хĕрт-сурт урлă кĕл тăватпăр. Кăмака çинчи хĕрт-сурт çак ачана чĕртсе çӳремелле тусам. (Из моленья). Б. Олг. Авал той тунă, он чуне каланă: хĕрт-сорт, эс те çырлах, тенĕ. N. Урăх пăта кирлĕ мар ăна, вир пăтти анчах. Пăтă пĕçерсе антарсан, ăна кăмака умĕнче чӳклеççĕ, ак çапла чӳклеççĕ: е, пĕсмĕлле тăватăп, пуççапатăп, çырлах, ырă хĕртĕм суртăм, вырăнлă пул, киле чипер пăхса сыхласа усра, вырăнтан куçса ан çӳре, вырăнла пул, çырлах, сыхла, усра, тесе... Вăл хĕрт-сурт паттине никама та ютсене çитермеççĕ. Вăл хĕрт суртран та пит хăраççĕ. Бугульм. Эпир ларнă вырăна хĕрт-сурт ларса юлтăр-и; эпир пуснă вырăна тивлет пусса юлтăр и... (Благодарственная песня за угощенье). Изван. Çак кинĕн хĕрт-сурчĕ çак киле-çурта килсе вырăн йышăнтăр. (Моленье в „Çĕн çын яшки“). Н. Седяк. Хĕрт-сурт- — вăл çуртри суя турă, покровитель всего дома. Чӳк тунă чух ăна асăнса кăмака çамкине çурта çутаççĕ. Унтан ĕçеççĕ. Хăнаран таврăнсан: „Тавăсе, хĕрт-сурт“, теççĕ. Чуратч. Ц. Пӳртре хĕрт-сурт пурăнать. Пӳрт ашчиккине лайăх усратăр тесе, чăвашсем ăна пăтă чӳклеççĕ. Вĕсем хĕрт-сурта, кăнтарла çынсенчен хăраса пăтă çиме пымасть, теççĕ. Çавăнпа, каç пулсан, пĕр чашăк çине антарса сĕтел çине лартса, унта ярчченех хăвараççĕ. Вара хĕрт-сурт çĕрле пăтă çисе каять, тет. Разум. Хĕрт-сорт — камака хуçи. Кучченеçпе килсен первайхи турамне параççĕ уна. Тав тăваççĕ. Кашнă çын кучченеçпе килсен, ăна первайхи татăкне параççĕ; ун чухне çапла калаççĕ: „Кучченеç килех тăтăр, эпир çиех тăрар“. Çулă пăтă туса, уна кăмака çине параççĕ. Сред. Юм. Хĕрт-сорт тарнă. (Говорят, если в доме нет порядка: не убрано, не поправлено, не чисто и вообше во всем видна оплошность). Ib. Витере танă лаша çилхи моталанса пĕтсен: хĕрт-сорт çивĕтленĕ, теççĕ. Янтик. Ман килте хĕрт-сурт лайăх пурнать пулмалла, выльăхсем пурте тĕрĕс, аван пурнаççĕ. НТЧ. Юсманепе пашалуне вунă-вунпилĕк кашăк хураççĕ, вара хăйсем çывăрма выртаççĕ. Вĕсем хĕрт-сурт хăй йышĕпе çĕрле тăрса çиет, теççĕ. Вăл çĕр вĕсем нăмай лармаççĕ. N. Вара хĕр амăшĕ кучченеçе тата кашни кĕтесе пăрахать: „Хĕрт-сурта, илемне кӳртсе тăракан турра!“ тет. N. Татах салам парат (молодушка) хĕрт-сурта, хăрах урипе чĕркуççипе лара-лара виç хутчен. См. Магн. М. 95, 96, 167.

хĕстер

жать, сжимать. О сохр. здор. Урана хĕстерсе сырсан, ура шăннине эсир хăвăр та сăнанă пулĕ. Изамб. Т. Пĕççисене хĕстерчĕ те ламппа трупине хĕстерчĕ хучĕ-пĕççисем пиçрĕç-кайрĕç. || Зажать. Менча Ч. Хăйсем ун умне çĕлĕксене сулахай хул хушшине хĕстерсе мал енелле пăхса тăраççĕ. А.-п. й. 88. Хăй пуçĕнчи çĕлĕкне хул хушшине хĕстерсе, пилĕк таран тайăлса, йăлăнать çак улпута. Сред. Юм. Кĕнекене хĕл айне хĕстерсе кайрĕ. || Прижать. Çĕнтерчĕ 48. Кеоркине çĕклесе тăратса лартать, çтена çумне минтер хĕстерсĕ Кеоркине тайăнтарать. Якейк. Вăл алăкран кĕме хăтланса пуçне хĕстерсе лартнă. || Придавить. Шорк. Ай-яй, хытă хĕстерчĕ-çке! Ну и эдорово же придавило! || Подоткнуть. N. Эпир Демьянпа пăшалсене пăхрăмăр, кĕрĕк аркисене хĕстертĕмĕр те йĕр тăрăх кайрăмăр. || Заткнуть. Хурамал. Пилĕкĕме çыхнă çут пиçикки, вĕçĕсене хĕстерме пĕлместĕп; çак тăвансене куриччен курас тетĕп, курсан сăмах калаçма пĕлместĕп. У светлого пояса, которым я опоясан, я никак не могу заткнуть концов; пока я не увижу этих родных, мне так хочется их увидать; а как увижу, не могу вымолвить слова. Ачач 110. Иккĕшĕ пуртăсем хĕстернĕ, пĕри хулпуççи çине пăчкă хунă. А.-п. й. 32. Тепĕр кунне хай Сахар çумне пуртă хĕстерчĕ, хыçне çакрĕ пăчкине, хай платникле тумланчĕ, сухалне йăлт хыртарчĕ, хуланалла уттарчĕ. || Воткнуть. Чăв. й. пур. З2. Вăл укçисене алса ăшне чиксе, кĕлете çӳле хуп хушшине хĕстерсе хунă. || Подобрать. Кн. для чт. 1, 15. Сахман аркине хĕстерсе тытнă та шкулалла чупа пуçланă. || Положить (подо что). N. Вара çавăн пуçĕсене (змея) турамăн-турамăн вакласа пĕр пысăк чул айне кайса хĕстерчĕ. || Притеснять. N. Ку кĕçĕннине пит хĕстереççĕ (очень притесняют). N. Пĕр-пĕр ĕçпе ăна хăйне хĕстермелле те... N. Куланайшăн пит хĕстереççĕ-ха, ваçка, таçтан тупас! || Щурить (глаза), подмигивать. Саньял. Пĕчик çырма, тарăн шыв, кĕпер ан хыв, ут сиктер; чун савнине курсассăн, сăмах ан хуш, куç хĕстер. || Ломить (голову). Ст. Чек. Пуçа хĕстерет, голову ломит. Ал. цв. 26. Чĕри темĕскере сиссе тăнă пек хĕстерсе ырата пуçланă. || Слямзить, украсть, сташить. См. ункайлă. N. Старăста ял укçине хăйне хĕстерсе хăварнă (утаил). ЧС. Тата виç-тăват ачана, çăмарта кӳшилли çĕклекенне, çӳреме хушаççĕ, вăл çăмарта ан хĕстертĕр тесе. Юрк. Пĕтсен те эсĕ ялан апла ан кăтарт, тет хуçи, çав атă илтĕм, тесе çырнă укçисене хăй çумне хĕстернине пĕлсе. Сред. Юм. Веç пĕри хĕçĕ хĕстерсе кайрĕ (украл). N. Пĕр çын еврей урапи çинчен михĕ хĕстернĕ те тара пуçланă. Янтик. Вăл хутран-хутраи хĕстерет пуль хуçа япалисене! N. Çак япаласене пĕтĕмпех хĕстерсе килнĕ, тет, у. Татмыш. Япалана хĕстерме шутлаççĕ.

хĕсеп

время, пора. Пшкрт. Хорачка. См. хисеп. Якейк. Пĕр хĕсепех (все время) макăрать ман Йăван, тепле чарас. N. Тĕттĕм каçсенче пĕр хĕсепех ăшша (çунса) каякан ялсем çутатнă. Якейк. Хĕсеп çитмесĕр Атăл тапранмасгь. Т. VI. 12. Паянтан вата хĕл сивви хĕсепĕ каять, ун чухне те ăшăра пурăнма пар пире. Регули 1175. Çак хĕсепре кил; хĕсепсĕр çоратрĕ. Собр. Çынăн вилме хĕсеп çитсен, каçпала вилет, тет. Бес. чув. 9. Тата унăн чĕринче пĕр лайăх шухăш пулнă, ăна никам та пĕлмен; çав шухăш, Микулай хăй хĕсепĕпе, хăçан та пулсан вырăна килмелле пулнă. Сĕт-к. Хĕсепсĕр пăруланă (выкидыш раньше определенного времени). N. Хĕсепсĕр тунă ача. Б. Олг. Ача çоратат хĕсепсĕр; ĕне пăру туат хĕсепсĕр.

хĕç ӳретти

то же, что ӳретти. N. Хĕç шăлĕсене икĕ вĕçне те икшер патака пĕрле тачка кĕрĕ çиппипе авраса тухнă хушша тиреççĕ. Çак икĕ патака авраса тухнине хĕç уретти теççĕ. Хĕç ӳреттисем хĕç янаххи ашĕнче ырасем ăшне кĕрсе лараççĕ.

Хветĕр

хр. имя мужч., Федор. ГФФ. Хветĕр юрри. Песня, которая пелась Федором. N. Ку юрра Хветĕр арăмĕ юрланă. СТИК. Çак Хветĕр ăçта, ĕçлеме кайни? Эпĕ ăна тем курмастăп? — Вăл чӳрече лартса çӳреме кайнă (нищенствовать). Чураль-к. Хĕрсем ăçта, ăçта? — Хветĕр хули хыçĕнче.

хлотски

флотский. ТХКА 21. Çак эпир пурăнакан пӳрт хуçи ывăлĕ, Иван, хлотски матрус пулнă. Ib. 86. Туй пуçĕ Мĕлĕшсем пулнă, хлотски салтак — Прамун ятлăскер, питĕ вăйлă çын.

хреснай

крестный. Микушк. Аш пулсан хуплу тăвăттăм та, çăнăх çук, тăварне хреснай атте те парĕччĕ, тесе каларĕ, тет, ĕлĕк пĕри. Сбор. по мед. Çак вăрман хуралçин хреснай хĕрĕ. N. Хреснай атте и анне!

шай

равенство, равнение. СТИК. Ак çак йĕр шайĕпе çулса пыр. Коси, соображаясь с этим следом. N. Пĕр шай — одинаковый. N. Кунти хак шайĕнчен, в сравненин со здешними ценами. N. Çав шайран шутласан ĕнтĕ хальхи вăрçă хатĕрисенчен шалт тĕлĕнмелле. || Ровный. Тюрл. Иккĕш те пĕр шай (ровны). N. Тупă етри шăтăка (в окоп) лексен, çынни-мĕннипе пĕр шай туса тухать (сравняет). Сред. Юм. Миçе аршăн кирлĕ-ши ман валли пĕр халата, ытлашки илес марччĕ, шайтарах çиç илесчĕ те чăркуççипе шайтарах çиç тавасчĕ халатне. Ib. Эпĕ паян вăрмантан пĕр пôрăк шай çырла татса тавăрăнтăм. N. Çуллахи шайран çурри те çук. || Глазомер. СПВВ. ФИ. Шай – япалана куçпа виççĕ чухлани. || Ровновесие. КС. Шайне ту, уравновесь. СПВВ. Шай килет. Ib. Шай килес çук. Ib. Шай килмес капла. || Расчет. СТИК. Вăл пит шайпа пурăнакан çын. Он человек расчетливый, умеет жить, применяться к обстоятельствам. || Расчетливо. Сред. Юм. Хăйне хăй шай пôрнать. (Хăй çăкрине хăй çиет, тыр ыйтма çын патне каймас тени полать). || Фин. Вăл еррипе (scr. яррипе), кăна шайпа çӳресе тăвать пур ĕçе те. || Лад. Ст. Чек. Ăна хăй шайĕпе кăна пымалла. Его надо лишь гладить по шерсти. Калашник. 6. Ĕлĕкхи шайпа юрă хутăмăр. N. Шай хытлан! Потише! || Шарик для гаданья.

шавлаш

говорить, разговаривать. Альш. Çапла калаçкалаççĕ, шавлашаççĕ ялта, тырă аван пулнă çул. Ib. Унтан кунта кĕнĕччĕ шавлашса ларма. N. Икĕ хурăн юнашар, ун çулçисем шавлашать. (Солд. п.). Баран. 43. Икĕ старик юнашар утса пыраççĕ, пĕри тепĕрне хăйĕн лаши вăрра кайни çинчен каласа, шавлашса пынă. Б. Бур. Икĕ улма йывăççи юнашар, шавлашаççĕ. Çӳлçисем çилпелен; çак тăвансемпе пĕрле пулсан шавлашатпăр шăпчăкăн чĕппи пек.

шак

подр. стуку. А.-п. й. 89. Пĕрене виçнĕ пек пулса, пуртипеле шак! шаккать. Орау. Хура туйипе хăй уммĕнчи шалчана шак шаккать. Юç. такăнт. З9. Кĕркури пуçĕпе урайне шак! тутарать (ударяется). Сред. Юм. Чолпа чола çапсан, шак тăвать. С. Айб. Атте мана пуçран шĕшлĕпе шак тутарчĕ (стукнул). А.-п. й. З8. Туратран турата ларса, шĕвĕр сăмсипеле шак! тутарать — тепĕр турат ӳкерет, шак! тутарать те — теприне касса ярать. НАК. Ачасем çиме килĕр, çиме килĕр! тесе кашăкĕпе чашки хĕррине шак-шак тутарать. А.-п. й. 42. Ула-такка тилле хапха çумне лартрĕ, хăй, хапха тăррине ларса, шаккама тытăнчĕ. Шак-шак! тутарать, шак-шак! тутарать. N. Шак-шак шаккать. СТИК. Шăннă çын шăлне шаккат (или: шак, шак, шак тутарат). Кан. Сӳнме пуçланă чĕлĕмĕпе урапа кăшăлне шак-шак-шак! шаккаса илчĕ. Выçăхакансем 27. Сысна ашне туртар-ха,— терĕ хĕрарăм, кашăкпа чашăк хĕрринчен шак шакканине илтех кайрам. Янгильд. Тукмак çавăрнчĕ те, шăла шак-шак-шак шаккаса кăтартрĕ. Буин. Хура вăрман хыçĕнче шак-шак вутă касаççĕ, çакă ялăн хĕрĕсем пĕремĕк çисе ӳсеççĕ. Актай. Автан çине пĕр йĕкел шак ӳкрĕ, тет. Бес. чув. 15. Çав вăхăтра пĕр çын ăрам енчен чӳречене шак шаккарĕ те: Микулай тете, пухăва! тесе кăшкăрса ячĕ. Синерь. Шак-шак шакăлти мине шак-шак, туп-туп тупарти (тупарти?) мине туп-туп. (Сăра юхни). Коракыш. Шак-шак юман, шак юман, шак юманта шак турат, шак туратра шак йĕкел. (Куршанкă). Янбулат. Шак, шак моклашка дерев опух тепер пошолă мăкăльт тора (торог?). (Загадка. Çона çолăнни). || Подр. оцепенению, отвердению. Баран. 58. Хăранипе шак хытса кайнă (они). N. Тĕлĕнсе шак хытса кайнă (изумился). О земл. Ун пек çĕр çумăр хыççăн шак хытса ларать. Баран. 131. Типсе çитсен тăм шак хытса чул пек пулать. Ib. 128. Вĕçĕ (языка) шăллă-шăллă шак хытă. || Совсем, совершенно. Тюрл. Шак типсе карĕ. Кан. Каçхине çывăрма выртаççĕ те, ирхине шак тусан пулса тăраççĕ (на утро встают, после сна, все в пыли). || Исключительно. Собр. Хĕветле салам янă, тет, янă тет, шак шерепе янă, тет, янă, тет; çемен салам янă, тет, янă, тет, шак канфет янă, тет, янă, тет. || Сплошь. Букв. Ани пулчĕ çула тăрăх, шак та тулă акрăмăр. ЧП. Шак та тулă авăрать. Байгул. Сăрт хĕрĕнче тумкати шак та сарă тулă явăнайрать. Сред. Юм. Шак сиккипе кайрĕ ô, корăнми пôличчен çапах. Пока из виду не пропал, он все вскачь несся (на лошади). N. Утмăл та çухрăм сĕм вăрман, шак уттипе тухрамăр. Тюрл. Çак Тĕрлемес вăрманĕнчен тухнă чух, шак чуптарса килтĕмĕр, утмăл çухрăм вăрманне шак уттарса килтĕмĕр, çитмĕл çухрăм вăрманне шак сиктерсе килтĕмĕр. (Хĕр йĕрри). || Всегда, постоянно. Сред. Юм. Шак та çапла хытланать. Всегда так делает. СПВВ. Шак та çапла. Все так, всегда так. Тюрл. Шак волтса итать (= ыйтать). Постоянно хочет узнать тихонько. || Встреч. в заумных песнях. Кĕвĕсем. Шак та çук, шак та çук, шак та çук та пире çук. Байгул. Шак, шак, шак каюк, шак каюк та пире йӳк. Ib. Шак-шак кайăк, шак кайăкран пире йӳк, чалма-чалма чалтирек, калик (калих?) салам пĕр салам. Юрк. Шак-шак, шак кайăк, шак кайăкне пире пар. Ала 104°. Шак-шак, шакка-иикки, Чорикасси Макаркки, вортты-вортты — ворворихха — Тяма-лохха — Ляплахха.

шаклат

стукать, стучать; стукнуться, стучаться. N. „За здравие молодых“! — тесе шаклатрĕç те, хĕрлĕ эрех стакканĕсене харăс пушатрĕç. Йӳç. такăнт. З1. Ну, кум, тавай вырăсла, шаклатса ĕçер. Якейк. Патака çĕре прахрăм та, шаклатса ӳкрĕ. Сĕт-к. Пуçĕнчен виççĕ-тăваттă шаклатса илтĕм те, лăпланч вара. N. Пĕрин-пĕрин пуçĕ çине шаклатса анин тата (если упадет еще; о щетке). || Щелкнуть, дать щелчок. КС. Çамкаран шаклатас, дать щелчок сильно. Çамкаран шăклатас (не сильно). Пшкрт. Эп сăмсинчен шаклатрăм порняпа. || Яргуньк. Иван каяла шаклаттарĕ, тет те, салтаксем каяла кĕчĕç, тет, çак шăхран ăшне. || Переносно — выпить. КС. Эсĕ малтанхи курканах ан сĕнтер-ха, тӳрех шаклат.

шакла

назв. игры в камешки. Шорник., Тюрл. Сред. Юм. Шакла выляс (пилĕк çаврака чулпа утса выляççĕ). || Назв. игры в чиж. Якейк. Пĕр-пĕр çарарах çĕре тваткал карта (кон) çавăраççĕ. Ачасам çав карта хĕрне тăрса туйисене ора пуç çине лартса картаран толалла утаççĕ. Камăн туййи вала кайса ӳкет, çав валтан çапать. Вăл шака карта варне хорать те, туйине шак çине хорса, туйипе шака пĕтĕрсе çапса ярать. Çапла пĕре çапсан ача виççĕ тăвать: туяя шак çине хорать, туяя шак айне чикет, туяпа çапса ярать. Çак ача хыççăн çапмалли шак патне каять те: карти шта? тесе итет.— Ак конта! тесе çапаканĕ туяпа картая кăтартать. Леш шака персе кӳртсен, çапать; кӳртимасан, паçăр çапнă ачиях çапать. Çапла порте вылляса тохиччеи вылляççĕ. Воннăлла, çирĕмле, вăтăрла и т. д. вылляççĕ. Изамб. Т. Шакла выляни. Тайба. Шакла выляс: емиртен тухман, çӳçемире пĕтрĕм, хамшăн тухман. (Игра). Янтик. Шакла выляс, игра в чушки. Николаев. Шакла, игра в козлы.

шакăр макăр

мелочь, мелкота, мелюзга. СТИК. Мĕн çак шакăр-макăрсене турттарса çӳретĕн? Что ты их, эту мелюзгу, возишь? Ib. Вăл-ха шакăр-макĕрсемпе выляса çӳрет: 1) он еще играет с маленькими; 2) он еще забавляется игрушками.

шакăртаттар

понуд. ф, от шакăртат; производить стук, стучать. Выçăхакансем 26. Вĕсем кашăксемпе епле шакăртаттарни хăлхана йĕкĕлтет. Ib. 11. Таканлă атăсемпе шакăртаттарса, пирĕн патра виçĕ салтак-милитсионер кĕчĕ. Çутт. 68. Çул çинче сасартăк урапа шакăртаттарни илтĕнчĕ. Йӳç. такăнт. 19. Куньккипе шакăртаттарса алăк патнелле утать. Орау. Алăка такăш шакăртаттарать. N. Шăтăк умĕнче ун чухне те çак çăл шакăртаттарса тăп тăррăн юхса выртатчĕ. Ib. Лаша пăхсене кил-картинче кĕреплепеле шакăртаттарса пуçтарнă пек. N. Вара эпир урапа çине лартăмăр та, киле шакăртаттарса таврăнтăмăр хĕрсĕрех. Сред. Юм. Шакăртаттараканни тесе ял хоралçисен шакăртаттарса çӳрекеннине калаççĕ. Орау. Шакăртаттарать (стучит, караульщик). БАБ. Алăкĕсене пырса шакăртаттаратчĕç, тет (стучали палками или задвижками). КÇ. Эпĕ патакпа ракатка (изгородь) патаккисене тăршшипех шакăртаттарса тухрĕм. Чебокс. Атьĕр чарапа хупласа çиелтен шакăртаттарар, терĕç (мертвого петуха). N. Качака урайне шакăртаттарчĕ (унăн пăхĕ шакăртатса ӳкет). || Орау. Кĕçĕр çанталăкки шакăртаттарса (крепко) шăнтса лартнă. || Орау. Салтак ачисене кăçал шакăртаттарчĕç анчах (перебрали всех), пирĕн ялтанах вунсакăр ача карĕ, пĕр пăсăк ача тухмарĕ — йĕркипе илсе пычĕç. || Переносно — говорить, беседовать. Орау. Пăх-халь, вырăспа чăвашла шакăртаттарса калаçса ларать. Ib. Икĕ карчăк пĕр чашăк сăра лартнă та икĕшин хушшине, шакăртаттарса калаçса лараççĕ.

шалтăр

подр. звуку при отпирании замка. Сала 169. Шалтăр турĕ, шăтăкне кĕчĕ. (çăраççи). || Подр. рассыханию. К.-Кушки. Хапха шалтăр кайрĕ. Ворота рассохлись. Ib. Уличе хапхи — пилеш йывĕç, шалтăр кайрĕ кăçалхи çилпелен. || Подр. звуку выстрела. Альш. Вăрманта вăрман сыхлакан пăшалне шалтăрр! тутарса ячĕ. || Подр. звуку разбитого горшка. КС. Тăн чӳлмек шалтăрр çĕмĕрĕлсе карĕ. || Подр. стуку быстро едущей телеги. N. Орапи лаши чопнă майĕпе шалтăр-шалтăр çĕмĕрĕлсе пырать. Сред. Юм. Аякран итлесе тăрсан, пôш ôрапа чуптарнă сас шалтăр-шалтăр-шалтăр! туса илет. КС. Кĕтӳç сурăх урине туяпа пенĕ те шалтăрах хуçса пăрахнă. Ib. Çав çын йăвăç çинчен ӳкнĕ те, ури шалтăрах кайнă. Сред. Юм. Ырса тавăрнсан виç-тăват корка сăра ĕçрĕм те шалтăрах кайрăм (не хочется с места вставать и пр.). Ib. Çак пĕр-ик çôлтанпа шалтăрах карăм ĕнтĕ, вăй пĕтсе çитрĕ (сразу постарел). N. Хай Хаймулла тавăрăнсан, ывăннăскер, ĕçнĕ-ĕçменех шалтăрах кайса çывăрчĕ, тет. N. Унăн ячĕ шалтăрах кайрĕ.

шампа

назв. рыбы, налим. Абыз., ЩС., Сареево, Карамыш., Кр.-Чет., Якейк., Вомбу-к., Антоновка (Стерл). || Головастик. Сред. Юм. Шампа или котан пôлă, пĕчик çырмасенче пôлакан вĕтĕ чăмăр пôлă. || Переносно — брюхо. Йӳç. такăнт. 62. Уç теççĕ, атту шампуна çурап. В Брюхан, обжора. СПВВ. ФИ. Пысăк хырăмлă çынна шампа теççĕ. СПВВ. ФИ. Шампа тесе пит выçă, тăрана пĕлмен çынна калаççĕ (= жадный человек). СПВВ. ФИ. Çисе-ĕçсе тăрана пĕлмен çынна шампа теççĕ. Орау. Çак шампа упа кĕрсенех качака путеккисене иккĕшне тытрĕ-çирĕ, тет. N. Типпине шампи çийĕ. (Загадка: сала-кайăк кантăр вăрри çини). Сред. Юм. Пĕчик ачасем пăртак ӳтленсен, ачашласа шампа теççĕ. || Прозвище. N. Шампа Петĕр. (Такое прозвище получил за толстое брюхо). КС. Шампа Петĕрĕ (толстый). || Хвастун, пустомеля.

шампăл

подр. звуку при падении в воду. Янших.-Норв. Çак япала (существо) кăшкăрса янă-яман (не успел я закричать, как) шыва шампăлл (бултых!) тутарса кĕррех кайрĕ (сильный, но глухой звук).

шан

(шан, Пшкрт: жан), верить, доверять. N. Тикĕс çула та шанах ан пĕтер. Сред. Алг. Шанмасан, тухса пăхăр. N. Вĕлериччен малтан: сана вĕлеретпĕр, тесе каланă, теççĕ, анчах вăл хăратнине шанман, теççĕ. N. Камсем ĕçне пĕлмесĕр шанман пирки вăрман хуралçине арестовать тунă. N. Çак тăшмансене эсир тантăш тетрим (= тетĕр-им), хирĕç тăрса сăмах манас тетрим. Альш. Ку юрăсене эп юрламăттăм, чунăм чухлĕ шанатăп кăмăлра. Ib. Юратать ăна вăл, сăмах шанать. Янтик. Ну, чее вет у! Чĕлхипе çăвать анчах, такам та пĕр 100 тенкĕ шанса памалла. Регули 706. Кона шанмалла, ĕненмелле кона. || Надеяться, рассчитывать, ожидать, полагаться. Букв. 1900. Йыттăн хӳри кукăр, ăна шанма çук. Регули 683. Шанмалли çын çок. Ib. 1371. Шанарах тăрать сан çине. Вишн. 60. Хăшĕ-хăшĕ çула-мĕне кайнă чух çул çине пĕр курăк çине шанса тухаççĕ. Орау. Ват лашана шанса кӳлеççĕ. П.-Сорм. Çак Юман паттăр хурал тăчĕ-тăчĕ, тет те, карĕ, тет, пăрахса çывăрма. Иван Суволов калать, тет: куна шанса пулмарĕ, тесе. Тăв. З6. Карук ун пек çын мар. Кирукне хуть шансах пăрахмастăп. N. Шаннă кайăк йăвара çук, теççĕ. N. Шаннă йăвара кайăк çук, теççĕ. В том гнезде, на которое рассчитываешь, не найдешь птицы. N. Ачи-пăчине шанакан хăрах куçлă пулнă, тарçине-тĕрçине шанакан сĕм-суккăр пулнă, тет. Кто полагается на своих детей, сделался кривым; кто полагается на работников, тот совсем ослеп. (Послов.).

шанкăртаттар

понуд. ф. от шанкăртат. СТИК. Пĕрре çак çулпа пĕр улпут шанкăравпа шанкăртаттарса иртсе пырат, тет. НАК. Лешсем вара пӳртсем çуммипе: туя, туя, туя, тесе, шанкăрипеле шанкăртаттарса çӳреççĕ. Баран. 123. Клест тиекен кайăкĕ те, ытти тĕрлĕ кайăксем те харпăр хăй юррине шанкăртаттарса юрласа лараççĕ. || Орау. Кĕçĕр çанталăкки шанкăртаттарсах уяртса кяйнă.

шапăртат

плескаться: шуметь (о воде, дожде). КС. Çăмăр шыва шапăртатса çăвать. Чĕлкаш 4З. Сасартăк хуме леш енче шыв шапăртатни илтĕнче. Альш. Шалта çӳреççĕ шапăртатса (в болоте) кăвакалсем, хурсем. Хурамал. Кăвакал чĕпписем шывра шапăртатса çӳреççĕ. N. Кусем (ăраксем) шапăртатса кĕрсе каяççĕ, тет те, арчана исе те тухаççĕ, тет (шывран). КС. Шыв арман урапи шапăртатса çавăрнать (шум). Сред. Юм. Пуç тăрах шыв ярсан, шапăртатса йôхса анать (шумно стекает на пол). || Покрапывать. N. Шапăртатса вăйлă çумăр çăва пуçланă. Сред. Юм. Эп тин яла персе çитнĕччĕ, çăмăр шапăртата та пуçларĕ (пошел дождь). || Сильно течь (о слезах). Альш. Çак тăвансем асма килсессĕн, шапăртатса юхат куççулĕ. ЧС. Кайран çав кассалла каяс та килместчĕ, мĕшĕн тесен çуннă тункатасене курсан куççулĕ шапăртатса тăкăнатчĕ. || Сыпаться (о зернах). КС. Пăрçа шапăртатса тăкăнать. Якейк. Типĕ кĕлтея капана хунă чох, авăн типĕтсе кĕлте йитем çине йăтнă чох ыраш шапăртатса йохать (звук падения зерен). Сред. Юм. Тыр пôлман-ха тесе килте ларатпăр, и ô пĕр-ик контанах шапăртатать анчах (сыплется). Çамр. Хресч. 1929, № 22, 7. Вĕсем (шпанские мухи) шăналăк çине шапăртатса ӳкеççĕ. Чăв. й. пур. 24. Йĕпе тумтирĕпех шапăртатса кайнă та, тумтирĕ пĕтĕмпех пăрланса шăнса кайнă.

шарлаттар

понуд. ф. от гл. шарла; шуметь. Питушк. Шарлаттарса йохать шыв (шумит). Сунт. Чулсем (жернова) сиксе тухса пек шарлаттараççĕ. Шар-шар-шар! шарлаттарни илтĕнет. || Сред. Юм. Хăмаçа çорса кăлар тессине шарлаттарса кăлар, теççĕ. || Изванк. Вăсенĕн ылханĕсем хăçан та хăçан шарлаттарса çунакан кăмакарн вут çине пĕр ушкăн тĕслĕрен тĕслĕ йăвăçсем шăтчăр та, вăсен ылханĕсем тин çак ачана çитсе çавăрса илччĕр. (Тĕпсаканче пăт чӳклени). || N. Самартан илнĕ сар лашам, юпа çумне кăкарсан, шарлаттарса кĕçенчĕ. Изванк. Эпир мура асатса, автансем пит хытă шарлаттарса автнă вăхăтра киле çитрĕмĕр. || Кан. Пĕри тата шарлаттарса утса пырать.

тип шар

сухая беда. Пшкрт. Тип шар кортăмăр. СПВВ. МС. Çак лаша ӳкрĕ те вилчĕ, так тип шар пулчĕ. См. тип.

Шарапчăк

собств. имя в сказке. Янтик. Ĕçмелли-çимелли Шарапчăкăн пек. Кр.-Чет. Патша Йăван патне хут çырать: санăн часрах куçа курăнман Шарапчăк ятлăскерне тытса килмелле. Çакна тупса килмесен, сана вĕлермелле, тет. Йăван шырама каять... Сĕтел хушшине кĕрсе лараççĕ те, вĕсенчен пĕри: Шарапчăк, апат хатĕрле! — тет. Çак саманрах сĕтел çине çут-çанталăкра çук апат тухса тулать.

шарт

подр. треску. Шел. 126. Харăк-харăксем шарт-шарт! ванаççĕ, кĕленче пекех пăр саланаççĕ. С треском ломается сушняк и, как стекло, рассыпается в прах. Çутт. 17. Шарт-шарт! туса вут çунĕ, арăм кулаç пĕçерĕ. Будет с сильным треском гореть огонь, и жена будет печь белый хлеб. || Подр. удару хвостом, кнутом, прутом. Сунт. Хӳрисемпе шарт-шарт тукаларĕ те, тапратрĕ курăк çиме. Лошадь похлестала хвостом и принялась есть траву. Сенг. Унтан мана: ан ӳк, терĕ те, лашана пушăпа шарт! тутарчĕ. А.-п. й. 111. Юрланă май хăй кĕсрине пушшипе шарт! çапать. Ib. 113. Шарт! тутарать Кĕркури кĕсрине тепĕр хут. Шорк. Пĕчик кĕске пушăпа шарт та шарт çапать. Çутт. 71. Тилкепе вĕçĕпе кĕсрене шарт! тутарчĕ. Эльбарус. Ак сире çавăншăн, терĕ те, шĕшкĕ холли хуçса илчĕ те. Хĕре шарт анчах тутарса çапрĕ. Альш. Шарт тутарат та ашшĕне тыттарат, тет. Теприне амăшне тыттарат, тет. || Подр. удару грома. Малт. шк. вĕр. фиç. 113. Пĕр вĕçĕмсĕр шарт та шарт çапса, йĕри-тавра саланса кайса, хăлтăртаттарса тăрса, пĕтĕм сывлăша хумхатса ярать те, унтан каллах вăхăтлăха лăпланать. || Подр. внезапному испугу. Якейк. Мăнаçи (гром) çаппăр те, шартах сикрĕм. Б. Хирлепы. Йытти: хăр-хам! тере, тет, çынни шартах сикрĕ, тет. Сред. Юм. Эсĕ пит тарук çохăрса ятăн та, эпĕ шартах сикрĕм. Орау. Темскер эпĕ хăраса шартах сикекен пултăм (напр., при стуке внезапном и пр). ТХКА. 20. Пыйтă сăмахне илтсен, шăрка шартах сикрĕ. Чем люди живы. Симун шартах сикнĕ. Юрк. Карчăк хăраса шартах сикет. Истор. Адашев Крыма çитсе вăрçа пуçласан, тутарсем, пĕтетпĕр тесе, шартах сикнĕ. Разск. Пурин хутаççинчен те кĕмĕлсем сике-сике тухнине курсан, Яккăв шартах сикнĕ. Орау. Лаша сывмарланчĕ те, шартах сикрĕмĕр лаша вилесрен. Сред. Юм. Шарт сиктер. Сунт. Шартах сикет ун чĕри, хăйне темĕн пулнă пек, у него так и ёкнуло сердце, как будто с ним случилось что-то необыкновенное. N. Шартах сиксе вăран. N. Çывăрна çĕртен шарт сиксе вăран. Ачач. 14. Сасартăк шарт-шарт сиксе вăрана-вăрана каять. || Подр. неожиданному удивлению. Юрк. Пăхасăн, аллине кĕлĕ кĕнеки вырăнне хай шӳтсем кĕнеки çакланнине курсан, хăй те шарт тĕлĕнет. Ib. Вĕсем те вара шарт! тĕлĕнчĕçĕ. Ку кĕнекене ăçтан илтĕн, шартах хамăр чĕлхепе çырнă, теççĕ. Ib. Хайхисем, ку çак сăмаха тĕрĕс каласа парасса кĕтменскерсем, кулас вырăнне шарт тĕлĕнеççĕ. БАБ. Пирĕн ялти çынсем, çав тĕрлĕ асап курнине курсан, шарт тĕлĕнсе кайрĕçĕ, тет. N. Унтан пурте шарт тĕлĕнетчĕçĕ. || Подр. резкому удару в ладоши, удару ладонью по бедру, крыльями. С. Устье. Кайран çав охотник кулянса икĕ аллине шарт çапса тăрса пăхса юлчĕ, тет. N. Тĕлĕнсе аллисене шарт! çапаççĕ. Пазух. 91. Ай-хай-ах та, кинçем, ай, Наçтук пур, парниех те сарни çитмесен, çӳпçи тавра виççĕ çаврăнать, икĕ пĕççисене шарт çапать. Букв. 1886. Аттесем пĕççисене шарт çапрĕç. Ст. Айб. Кăвак-кăвак кăвакарчăн, шулап тăрăх кускалать, шулап хĕрне çитсессĕн, икĕ-çунатне шарт çапать. Пазух. 91. Кăвикех те кăвик кăвакарчăн шулапах та тăрăх кускалать. Шулапах та вĕçне, ай, çитсессĕн, икĕ çунаттине шарт çапать. N. Кулик-кулик кăвакарчăн, шуçлăх тăрăх кускалать, шуçлăх тĕлне çитсессĕн ик çонатне шарт çапать. N. Пĕççине шарт та шарт çапрĕ. Сред. Юм. Çавăн чол полатна, старав çынна лаша тапса вĕлернĕ тенине илтрĕм те тĕлĕнсе вĕççĕ шарт çапа тăран вит. Цив. Пĕчĕккисене хĕвеле сăхманпа чăркаса лартнă, хăйсен аллисене шарт-шарт çупаççĕ. Янш.-Норв. Шарт-шарт çупмашкĕн Чĕмпĕр алси пирте çук. Абыз. Çынсем манран юр ыйтаççĕ, манăн та юрă арчара, арча ушши арăмра! Арăм кайнă улаха, шарт çупать те сĕм ярать, йăлтăр-р-р курнан пир тăвать! Собр. Шарт! çупать те сĕм ярать (арăм), çиппи пулать ут хĕлĕх пек. || Подр. пощечине. Орау. Шарт тутарам (пощечина). Ib. Питĕнчен шарт! тутарчĕ (рукою или книгой). Шорк. Çав çын, ниме юрăхсăрскер, урама тухсассăн кама кирлĕ ăна шарт та шарт çопатчĕ. || А.-п. й. 30. Шарт! шарт! тутарса çапаççĕ (качакасем), кашни çапмассерен мăйракисенчен хĕлхем сирпĕнет. || Подр. щелканию зубами. Ачач. 69. Шăлсем шарт-шарт-шарт шартлатаççĕ (зуб на зуб не попадает). Баран. 41. Шăлне шарт-шарт шаккать (волк). || Подр. ломанию кости, дерева. Сред. Юм. Ори шартах турĕ, теççĕ, (Так говорят, когда преламывается кость голени). Ib. Пысăк патакпа та çапмарăм: ори шартах хуçăлнă. N. Шарт — перелом нетолстой вещи. Якейк. Торта шарт хуçăлса карĕ. Изамб. Т. Патак шарт! туса хуçăлат. || Ск. и пред. чув. 108. Ванать, шăтать чул тăпри, шарт та шартах çурăлса. N. Шартах (сломал так, что предмет раскололся вдоль — чĕрпекленсе). || Подр. удару волн. Шорк. Хом çыран çомне шарт пырса çапăнать. || Подр. закрыванию. Утăм. Алăка шарт! хупрĕ. Капк. Сасартăк капкăнăм шарт! туса хупăнчĕ. || Буин. Эпĕ тараккан çине пусрăм та, вăл шарт турĕ. N. Пĕр хĕрарăм кĕпесем çапать, шарт-шарт-шарт тутарать. Кан. Чăнах та урт мусăк каласа пырать: шарт! шарт! тăвать. Сала З65. Упăте тилле тытат та хӳринчен, юпа çумне шарт тутарса, çĕклесе çапать. || N. Шарт! — звук пистона. || Подр. чирканью спичкой о стену. || Абыз. Шарт-шарт çиппи, сентел çиппи шартлатать. Рак. Урлă шарт, пирлĕ шарт, каспичне (так!) тимĕр шарт. (Загадка. Чӳрече хушахи). || Очень, весьма, совсем, сильно. Альш. Хĕрсем сире мĕн пулнă, шăлăрсене шарт çыртнă. Пазух. 10. Леш айккине юр çунă та, леш айккине юр çунă, и юр çунă, ку аяккине мĕн пулнă. Хĕрсем сире мĕн пулнă та, хĕрсем сире мĕн пулнă, и мĕн пулнă, шăлăрсене шарт çыртнă. Янтик. Б. Кĕçĕр хĕрсене мĕн пулнă, шăлĕсене шарт çыртнă. Синьял. Тантăш, сире мĕн пулнă, шăлусене шарт çыртнă. Альш. Патшасем, сире мĕн пулнă, шăлăрсене шарт çыртнă. N. Шарт вилмелли çĕрте мар. (Из письма с фронта). СТИК. Шарт тухаймасăр пĕтет вара. Ну уж не может скоро выйти. Алших. Шăнкăр уяр, шарт сивĕ, Хусан хули янăрат. N. Ялта ырă çын нуммай тесе, шарт тăванăра юта ан кăларăр. || Как раз. Демидов. Пăхаççĕ, тет, чăнахах уха вĕçĕ çерçие шарт куç шăрçинченех ленкнĕ, тет.

шатăртаттар

заставить трещать (ломать с треском), производить шум. Орау. Каç килеççĕ те, хăмасене шатăртаттара-шатăртаттара (звук отдираемой доски) хăйпăтса хуçса каяççĕ. ЧС. Каллах анкартне вĕрлĕксем урлă шатăртаттарса кĕрсе кайнă та (вломился), çӳлĕ тытнă вĕрлĕксем урлă сике панă çырманалла. КС. Эп пӳрнесемпе шатăртаттартăм (треск нескольких пальцев). Орау. Ăйăхран вăранса карăм та, кăмака çинче хĕрт-сурт кăнчалине шатăртаттарса арласа ларать. N. Вара кӳлнĕ хĕрсем тата ытларах шатăртаттарса исе каяççĕ (при опахивании). Етрух. Унтан вара яла тавăрнаççĕ те, килĕрен юрласа, шатăртаттарса сĕрене çӳреççĕ. || В деепричастной форме на „са“-крепко да сильно. Бгтр. Вара такмакне хытă шатăртаттарса çыхса хочĕ, тет. Ск. и пред. чув. 58. Малтанах ăна шатăртаттарса, шăнăр татăлас пек, каялла çыхнă. Орау. Кĕпине аллипе шатăртаттарса тытнă та, нимпе те ĕçермеллĕ мар. N. Хăлхинчен шатăртаттарса тытса. || Скрежетать (зубами). А.-п. й. 30. Вут умĕнче хĕртĕнсе ларакан качака такипе сурăх такине курать те вăл, кусене халех çисе яратĕп тесе, шăлĕсене шатăртаттарса пырать. || КС. Çав çын вопăла йăлт пуçĕ-мĕнĕпе шатăртаттарса (с хрустом) çиса ячĕ. N. Шатăртаттар, уминать, уплетать (пищу). Шурăм-п. Сурăхсем çĕнĕ курăка шатăртаттарма (в Ячейк. çатăртаттарма) пуçларĕç. || Орау. Юра-шыва йĕп вĕç пек шĕвĕртсе шăнтать (весенний сильный мороз), çăпатана шатăртаттарать анчах (дерет). || Истребить. N. Хĕлле çак йывĕçсем те юлмĕç-халĕ. Хĕлле шатăртаттараççĕ. || Орау. Çыруне пĕр туххамра шатăртаттарса хучĕ (быстро написал).

Шатра амăш

Шатра ашшĕ, назв. божеств. Ходар. Эсир те эппин, шатра амăшĕпе шатра ашшĕ, ман çине ан çилленĕр, те тен эпĕ сире кӳренмелли сăмахсем каларăм пулĕ; çак ачана та çăмăллăх пар, тьфу, тьфу, тьфу! (Из заклинания во время лечения „шатра“).

шепĕн

то же, что шеп. N. Çак ача кайăка вăрлам-ха, тесе, шухăшласа тăнă шепĕнех шăнкăрча илет те перет чикет кăсйине.

шерпет

сыта, медовый сироп. Тюрл. Шерпет — пыл шывĕ. Зап. ВНО. Шерпет, сироп. N. Шерпет = шерепет. Зап. ВНО. Кĕселе шерпетпе çиеççĕ. Кисель едят с сытой. Ст. Чек. Шерпетпе юсмана турра асăнса çиеççĕ. Юрк. Çак пылне шыв çине ирсе, шерпет туса чӳкленĕ. Чук пăттине çинĕ чухне çав шерпечĕпе сыпса çинĕ вара. Аттик. Çырлаха пар, ыра турă! Сана çичĕ теслĕ тыра-пуллăн шерпечĕпе асăнатпăр, витĕнетпĕр. (Из моления при „пичке пуçлани“). Микушк. Шерпет сана (турра), йӳççи пире. (Из моления „пичке пуçлани“). Юрк. Çӳлĕ ту çинчен шерпет юхат, шерпет юхмин — сĕм-пыл юхат. N. Çӳлте çӳлĕ тусем пур, шерпет юхакан çырмасем пур. ЧП. Шерпет юхан çĕрсем. И. Тукт. Юхрĕç пĕлĕтсем, юхрĕç, шерпет çуса; юртрĕç кунсем, юртрĕç, ахах тăкса... Эпех кăна ĕçеймерĕм çав шерпете, эпех кăна пухаймарăм çав ахаха. Зап. ВНО. Атăлăн леш енче икĕ йĕкĕт лавкка лараççĕ, шерпетпеле питне çăваççĕ, шур пӳспеле пусса шăлаççĕ; пирĕн пек те мĕскĕн ачасем куççулĕпе питне çăваççĕ, çанни вĕçпе пусса шăлаççĕ. Альш. Ирхине тăтăм ирĕксĕр, питĕме çурăм шерпетпе. Орау. Шерпет сапса хуним унта? (Говорят, если кто куда часто повадился ходить). N. Унăн (мунчанăн) чулĕ мерчен, ăшши шерпет, мелки пурçăн. (Такмак). Зап. ВНО. Пыл хыççăн шерпет ĕçмесен, хурт пĕтет теççĕ. N. Шерпет шывĕ. Ст. Чек. Шерпет, мед с водой. II Сред. Юм. Шерпет ôлма тесе кĕрпетлĕ, тутлĕ пôлакан ôлмана калаççĕ. || N. Хăйĕнчен маларах вилнĕ леш тĕнчери ачисене валли кучченеçлĕх шерпет хурса янă.

шерте

жердь, шест, тычинки для хмеля. Толст. 161. Çак шертене Жилин ĕлĕк хуçи çурчĕ çинче курнă. Этот шест Жилин видел еще прежде на хозяйской крыше. Юрк. Шерте = сайхах, йывăрлăх. Н. Седяк. Çуна çумне вăрăм шерте çыхса, ун тăрне ялав çакаççĕ. ЧС. Лашасем кӳлсе вăрăм шертесем турттарса пычĕçĕ. К.-Кушки. Хăйсем вăрмана шерте касма кайнă. Ст. Чек. Шерте = вĕрлĕк, тоньше, чем кашта. Баран. 75. Вăрăм шертесем тăррине хура халăх хăйсен лайăх япалисене, е пасар таварĕсене çака-çака янă. N. Пуссинĕн патиенĕ çукчĕ, вĕçĕнче çеклиллĕ вăрăм шертепе витре хăлăпне çаклатса ăсатчĕç. Трхбл. Ентрух пичче анкарти тăрăх шерте сĕтĕрет. (Кушак хӳри). || СТИК. Шерте, верзила, высокий человек.

шыв

(шыв), вода. НР. Атăл шывне ăсмашкăн çутă витре кирлĕ мар. Чтобы зачерпнуть волжскую воду, светлого ведра не нужно. Хурамал. Шыва ярсан, кĕмĕл ирĕлмĕ. Если пустить в воду серебро, не растворится. Ib. Шанкарчă чĕппи шыв ĕçнĕ чух хура пуллăн мĕн ĕç пур. Когда молодой скворец пьет воду, какое до этого дело рыбе? Шурăм-п. Урапа çине шыв пички лартса чуптарать. О сохр. здор. 68. Шыв тĕрлĕ пулать вăл. Ib. 71. Шыва таса тăратас пулсассăн, унта тислĕк, çӳпĕ-çапă, вилĕсем такасран чарас пулать. Ib. 69. Шывран тислĕк шăрши, кӳкĕрт шăрши, çĕрнĕ шăршă кĕрет пулсан, вăл шыв аван мар пулать. Чутеево. Шыв чечеке ларнă. Орау. Шывне виçĕ хутчен те улаштарса чӳхерĕм-çке, çапах та тасалман. Альш. Шыв çинче пĕлĕт курăнат (отражение неба). ГФФ. Калтăр-кăлтăр кăвакарчăнне, кăвакарчăнне, вăл шыв çине лармасăр, лармасăр, эпĕр çона çинчен анас çок. Пока голубь-воркун не сядет на воду, мы с саней не слезем. Трхбл. Чей куркинчи шыв çине виçĕ кашăк эрек ятăм. N. Пилĕк таран шыв çине пултăмăр. N. Пура çине шыв каять. КС. Унтан аялаллине шыв илет. То, что лежит пониже его, заливается водой. Капк. Юр ирĕлнипе кӳлленчĕк пулнă. Кĕрсе кайсан калушна шыв илĕ. А.-п. й. 74. Вершник çине улăхма тăрсанах, Ваçлей такăнчĕ-ӳкрĕ те, салатне веçех шыва тăкса ячĕ. Когда он ступил на плотину, споткнулся и упал. Пуловка с солодом покатилась в воду. Ib. 74. Ваçлей нимĕн тума аптранипе пĕр патак илчĕ те шыва пăтратма пуçларĕ. Василий не знал, что ему делать. Затем взял палку и стал помешивать воду с солодом. Ib. 74. Аха, шыв сăра пекех пулчĕ иккен-ха. Ого, вода густеет, как пиво. Сред. Юм. Шывва чăм, нырни в воду. Ib. Шыв ĕçе-тăркача ман паян саççим хырăм кӳпсе кайрĕ. Орау. Ĕçес килсех ĕçетни эс вăл шыва? Сред. Юм. Шывву полин ĕç ху çав таса марскере. Орау. Шыва выç-варла ĕçсен, чĕрене çиять. ТХКА 108. Шыв ĕçсен, йысна шыв хĕрне чăркуçланса ларчĕ те, курăк татса илсе: эпĕр ĕçмен, вырăспа майра ĕçнĕ, тесе, шыва пĕр курăк пăрахрĕ. Альш. Шыв уланă — çын шыва кайса вилессе, çын чĕрене илессе. ГТТ. Шыв чакнă, шыв ӳснĕ, шыв тапраннă, теççĕ. КВИ. Пирĕн çырман шывĕ чакнă. Орау. Çул айяккисене шыв туха пуçланă. Ib. Çул аяккисенче шыв кӳленсе тăра пуçларĕ. N. Иртнĕ çул çуркунне Атăла шыв питĕ тулчĕ. Хурамал. Кăçал çурхи шыв пит шеп юхрĕ. ГФФ. Çорхи те шывпа йохса та кайнă полсассăн... Кабы я уплыл с вешней водой. Хурамал. Сиксе-сиксе шыв юхсан, çыранĕсем епле тусет-ши? Когда волнуясь течет вода, как это только выносят ее берега! Тайба-Т. Шыв çисе пынипе çĕр ишĕлсе аннă та, юпи вара шыв айне пулнă. Когда берег от размывания водой обрушился, то столб очутился под водой. Абыз. Сарай айăнь шыв юхать. Под сараем протекает вода. Ст. Чек. Шывĕ юха пырат, пăрĕ шăна пырат. (Пир тĕртни). N. Шыв пит вăйлă карĕ. N. Çуркунне шыв кайсан... Красн. Горка. Пĕчикçĕ ачасем тимĕр кĕреçемпеле шывсене (воду в разных местах) пĕвесе çӳреççĕ. N. Шыв иртсен... Альш. Этремел хушшинче çуркунне пĕтĕмпе шыв юхать. Шыв, иртсе кайсан, унта питĕ аван курăк персе тухать. N. Кайран, шывсем юхса пĕтсен, пĕтĕм уйсам, çарансем, вăрмансам симĕсленме пуçлаççĕ. Ау 389°. Шыв ӳкмесĕр çырне ан хыпала. N. Шыв йăрлатса юхать, тонкою струей. ГФФ. Шăнкăр-шăнкăр шыв йохать хомăшпа хăях хошшипе. Вода бежит и журчит меж осоки и камыша. Юрк. Анатра арман авăрат, шыв сассипе чулĕ çаврăнат. Собр. Çын вилли вăл пит шывшăн çунать (жаждет), тет. Ала 14°. Тепĕр кайăкĕ калать: эпĕ те çавă патша çинчех шывсăр типĕтсе усратăп, тет. Кн. для чт. I, 15. Шывсем типнипе çынсем шывсăр виле пуçланă. Букв. 1886. Вара шыв шыран. Юрк. Ирĕксĕр çын пуссине шывшăн çӳрес пулат. Макка 30°. Арма (= арăма) шыва кăларнă. Жену за водой послал. Артюшк. Çав шыв хĕррине пĕр хĕр шыв илме аннă. N. Мăшăрпа шыва антăм та, хăрахпа ăсса хăпартăм — çурри тесе ан калăр. Хурамал. Çинче пилĕк йилене тăхăнсассăн, кĕвентелесе шыва каяс çук. Если надевешь бешмет с тонкою талией, то не пойдешь с коромыслом за водой. Ромс. 29. Амăшĕ шыв патне тухса кайнă. Ib. Шыв панчен килсен, люшкисене йăпăр-япăр уçса пăрахнă. Кан. Икĕ хĕрарăм тĕл пулчĕç. Пĕри шыв кӳме каять, тепĕри шыв кӳрсе тавăрăнать. Н. Седяк. Кĕлетрен тухсан, çĕнĕ çынна яшка пĕçерттереççĕ, шыва яраççĕ (за водой). Ала 67. Тата çĕнĕ çыннăн упăшки хапха умне тухса тăрать шывран таврăннă çĕре. N. Шывран килтĕм. Ходил за водой. Изамб. Т. Лаша урине шыв ансан, лашана шывра тăратаççĕ. Сред. Юм. Лаша ôрине шыв аннă (опоили). Ib. Лашава шыв антарнă (опоили). Ib. Лашана шыв лектернĕ (опоили). Ау 8°. Лаша калать: çĕртен каяр-и, çӳлтен каяр-и, шывран каяс-и, тесе каларĕ, тет. Трхбл. Ку чечексене шыва лартас пулать. Ib. Чечексем шывра пĕр эрне ларса та шанман. Орау. Пирĕн сӳс-кантăр шыврах выртать-ха кăçал халчченех. Кан. Ытла та ӳсĕмсĕр ĕç вĕт вăл: кантăр пусине тат, типĕтсе çап, шыва хут. Янш.-Норв. Çын шывра ишнĕ чухне аллисемпе яра-яра ишет (перебирает). N. Вакран шыва янă. N. Утăсем, пĕтĕм тырă пулă — пурте шыв айне юлса çĕрсе пĕтнĕ. N. Кимĕ туса шыва янă (пустили в воду). Зап. ВНО. Шыва ярсан путмĕ, çĕре хурсан курăнмĕ. (çу). Ib. Шыва ярсан путмĕ, çĕре хурсан çĕрмĕ. (Кăмрăк). Т. Григорьева. Шывăн турат çук, вутăн алли çук, теççĕ. N. Шывран таса пулма çӳретĕн. Нюш-к. Шыва хирĕç çил вĕрсен, çăмăр пулать, теççĕ. С. Тим. Шур Атăлта пулă ишет-çке, çунаттине шыва хумасăр. N. Эпĕ çитнĕ çĕре теплушкана (помещение для сторожей при пожарной машине) шыв тунă: шăпăр-шапăр тăвать (течение струи) шалта çĕр урайĕнче. Орау. Тăнсам! пĕтĕм пӳрте шыва янă! Болваны! всю избу залили водой (дети). N. Нассус пырши шăтсан, шăтăкран шыв шаркаса чуптарат. Кĕпçене çĕре пăрахсассăн, шыв шарлатса чупат. Сред. Юм. Пĕчик çӳхе чôла шыв çинелле вирлĕ аялтан утса ярсан, çав чôл чалт! чалт! тутарса шыв ĕçсе каять. КС. Шывпа пĕрĕхтереççĕ (прыскание). Никитин. Хурсем каçпа ларакан вырăна тараса чакалас пулать; унта шыв час тухать. Хурсем шыв пур вырăна анчах çĕр каçма лараççĕ. || СТИК. Айлăм çĕрти купăстана шыв сапма юрамаст — шыва ларат. Купаста шыва ларсан, вăл начарланса юлат. Шыва ларнă çаранти курăк та сайраланса юлат. Магн. М. 59. Шыва лар. || Альш. Сăмаха шыв пек юхтарат. Ст. Яха-к. Çак кĕлле ăстарик шыв епле юхать (плавно), çавăн пек пĕр такăнмасăр хăвăрт каласа тухать. ТХКА 13. Пирĕн Ваçук кĕнекесене шыв пек юхтарса вулать, картинсем тума вĕренсе кайнă. N. Утни-юртни сисĕнмест, шыв пек юхать, çил пек вĕçет (урхамах). Чăв. й. пур. 10°. Çапла тусан вара лашисем шыв пек кайнă. Сред. Юм. Посса кайса пăхса çӳрерĕм те эп, ôрпасĕм шыв пик йôхса лараççĕ вит (хороший урожай). Альш. Ачанăн варвиттне кайнă, шыв пек юхтарат. || N. Ăна пĕр кашăк шывпа ĕçсе ярăн (говорят про красивую девицу). || Кан. Пĕр 10 пин тенкĕ шывпа юхрĕ. Шурăм-п. Çулла хăйă хăшĕ пĕртте çутмаççĕ: укçана шыва пăрахмастпăр, теççĕ. Ib. Вĕсем ĕмĕрне те хăйсен юлташне шыва пăрахса хăварас çук (не оставляют без помощи). Орау. Çын хăйне хăй шыва пăрахмасть (не топит сам себя). Капк. Хамăр хурăнташа шыва ярас çук вĕт, терĕм (не выдам, не предам). || Букв. 1908. Маруçăн улма çиесси килнипе çăварĕнчен шыв килнĕ. Сред. Юм. Çинине корсан, çăвартан шыв килет. || Чăв. й. пур. 5. Хăйĕн сăмсинчен тапак туртнипе сап-сарă шыв юхса çӳрет. || Буин. Шывпа пĕрлех килчĕ. Ребенок вышел из утробы матери вместе с водами. N. Малтан шыв кайрĕ (перед родами), ача типпе юлчĕ. Ача умĕ килчĕ, ачи çуралчĕ. || Сок. Шурăм-п. Карта патĕнче хурăнсем те пур. Çуркунне вĕсен шывне ĕçме юрать. || Сыворотка. Изамб. Т. || Пот. Альш. Икĕех те шурă та халь ут юртат, тилкеписем тăрăх та шыв юхат. Ала 63°. И, хир-хир урлă килтĕмĕр, çĕлен пек ута шыв турăмăр. N. Лашисем пĕтĕмпе шыва ӳкеççĕ, ачисем çапах çӳреççĕ. Мусир. Хура шатра Иваншăн хура шыва ӳкрĕмĕр (сильно вспотели). N. Тарласа шыва ӳкнĕ. || Слезы. Альш. Çакăях та тăвансем асма (= асăма) килсен, икĕ хура куçăмран шыв юхат. Собр. Куçран куçа пăхсассăн, икĕ куçран шыв килет. || Дождь. N. Шăнкăр-шăнкăр шыв çăват, чӳрече витĕр курăнать. (Хĕр йĕри). || Река. ГФФ. Кăвакал ишет шыв тăрăх. Утка плывет по реке. Хурамал. Хурĕ каланă: „Ну эпĕ çурт лартап-и? Эпĕ аслă шывра та хĕл каçăп“,— тенĕ. Ib. Аслă шыва кĕтĕм ăшăк тесе, ĕнчĕ куçлă çĕрĕ пур тесе; ĕнчĕ куçлă çĕрĕ шыв çути, эпир атте-аннен куç çути. Вошел я в большую реку, думал, что мелко, думаль что есть там перстень с жемчужным камешком. Перстень с жемчужным камешком — свет реки, и мы у отца и матери — свет очей. ЧП. Пирĕн пӳрт аяккипе мăн шыв юхат. Тораево. Ĕçтерсе ӳсĕртсе пичĕкешне хупса икĕ пуçне питĕрсе мăн шыва кайса ячĕç, тет. Янорс. Вара эпир Атăл хĕрне çитрĕмĕр, кунта эп Атăл шывне куртăм. Хурамал. Ăлăхрăмах çӳлĕ тусем çине, антăм-ĕçке Самар шывĕ çине. Поднялся я на высокие горы и спустился на реку Самарку. Альш. Самар шывĕ юхат вирелле, сар хăмăшсем тайлаççĕ шывалла. Эпир çур. çĕршыв. 24. Шăматран иртсессĕн çул Вылă шывĕ урлă каçать те, уй тӳпинелле каять. Сюгал-Яуш. Пĕр çын шывра луткăпа пулă тытса çӳрет, тет. N. Вăл шыва пĕрте шăнма памаççĕ, мĕншĕн тесен вăл кермансене килме питĕ чарса тăрать, вăл шыва пĕрмаях тупăпа персе ватса тăраççĕ. Çулла çав шыв патне çитеччен пĕрмаях çĕмĕрсе килчĕ. Баран. 119. Çăва тухсан, пысăк шывсемех ăшăкланса юлаççĕ. С. Айб. Шыв урлă каçаракан сан патна пырса шыв урлă каçарнăшăн санăн аллуна ыйтĕ. Альш. Пилĕк пĕрчĕ хăмăшпа çул килтĕм, виçĕ пĕрчĕ хăмăшпа шыв каçрăм, каçсан та урам йĕпенет, каçмасан тăванăм ӳпкелет. N. Хура шывсем юхат вирелле. || Назв. божества. N. Вăл мĕн калать хăй патне пыракансене: эсĕ çава çырмари шывпа питне çунă та, çанти шыв тытнă, тет. Бгтр. Кĕрĕк ăçта çул çинче шыв ĕçсессĕн, çав шыв ан тыттăр, тесе: эпĕ ĕçмен, пĕр вырăспа пĕр майра ĕçнĕ, тесе, шыв çине кирек мĕн сапса хăварнă. N. Тата шыва çав хурантанах чӳклеççĕ. С. Алг. Шыва мимĕр (толокно).

шыва кай

сходить за водой. Хурамал. Шыва кайнă, пошел за водой. Ачач 12. Пĕр çĕклем шыва кайса килчĕ. N. Пĕре çак кĕçнине шыва кайма хушаççĕ, тет. Т. VI, 4. Шыва кайнă йĕркепе кĕл тумалли. || Упасть в воду. Хурамал. Шыва кайнă, упал в воду. СЧЧ. Вăл пулла çӳренĕ чухне (когда ловил рыбу) кĕркунне шыва кайса шăнса чирлерĕ. || Утонуть. N. Пĕри Атăл çинче шыва кайнă (утонул). N. Арман пĕвине шыва кайса (путса) вилнĕ. ЧС. Манăн юлташ шыва кайса вилни. Янш.-Норв. Шыва кайса вилнĕ çын, утопленник. || Заливаться водой, затопляться водой. КС. Вăл улăхсам çулсерен шыва каяççĕ, заливаются водой. Хурамал. Тырă шыва кайнă. Хлеб затопило водой. Альш. Кив-Çуртпа Лачака хутлăхĕ çуркунне пĕтĕмпе шыва каят. Ib. Çуркунне Сĕве тапипе Елшел çурри пĕтĕмпе шыва каят.

шыв пулли

водяное насекомое, мелкое, ходит по воде. Н. Карм. Байгул. Çак ял хĕрсем шыв пулли, шывпа юхса каясран эпир илсе каятпăр.

шыври

находящийся в воде. То же, что шыв шуйтанĕ, водяной. Альш. Шыври шыва туртса илет, çын шыва кайсан. Шыврисем çакăнаççĕ ăна шыва кĕнĕ чухне, çавăнпа йывăррăн туйăнса, йывăрланса шыва каят çын, теççĕ. М. Сунчел. Чăвашсем чирлесен-тусан: шыв шуйтанĕ тытрĕ, тесе, час-часах шыврине чӳклеççĕ. Шыврине пăтăпа чӳклемеççĕ, вăл çемçе çимене юратат, тет, çавăнпа ăна мимĕрпе чӳклеççĕ. Мимĕр пĕçерсен кĕлетки туса хураççĕ те, хуранĕпех вак кутне илсе кайса, ак çапла чӳклеççĕ: „Е пĕсмĕлле, çырлах, асăнатпăр, витĕнетпĕр. Çак картлă-картлă пашалува паратпăр. Эсĕ курайман кукăр-макăр хурăн вуттипе пĕçернĕ мимĕре паратпăр. Усалли шыв тĕпĕнче вырттăр, ырлăхĕ çак пирĕн чирлĕ çынна çиттĕр“, теççĕ те, мимĕре, пашалăва, чустаран тунă шуйтана шыва ярат та, тӳрех киле чупса таврăнат. Киле таврансан хĕрт-сурта та мимĕр параççĕ. Собр. Шыва кĕнĕ чух талашса кĕрсессĕн, шыври туртса кĕртсе вĕлерет, теççĕ. Ib. Шыва кайса вилнĕ çынсенчен шыври пулать, теççĕ. N. Шыври вăл пит усал теççĕ, вăл çынсене пит хăратать, теççĕ, вăл особенно çынсене каçма çинче курăнать, теççĕ. М. Яуши. Атăлтан шыврисем виççĕн туххăрçĕ, тет те, çак луткă тăрне хăпарса ларчĕçĕ, тет те, шыври асли калать, тет, кĕçĕннисене. N. Хай шыври çитрĕ, тет. Собр. Пӳртре — хĕрт-сурт, шывра-шыври, вăрманта — арçури пур, теççĕ. Сюгал-Яуш. Кайран шывран шыври тухрĕ, тет те, çынна калать, тет: ан хуйхăр, сана хаклă йышши чула илсе тухса ларăп, терĕ, тет. || Бранное слово. Альш. Шыврипе хутăш! теççĕ çынна. Усалтараххине: тип çĕрти пек, теççĕ. Ст. Чек. Ваççинкка арăмĕ унта шыври пек.

шыв хăлти

хлам, нанесенный водою. Синьял. Çак ял хĕрсем шыв хăлти, шывпа юхса каясран эпир илсе каятпăр. || Водяной дух.

шыра

(шыра), искать, разыскивать. КВИ. Мĕн инçе ют çĕрте вăл шырать? Что ищет он в стране далекой? Ib. Анчах парăс телей шырамасть, телейрен те тарса вăл каймасть! Увы, он счастия не ищет и не от счастия бежит! ТХКА 73. Пур çĕре те шыраса пĕтертем, ниçта та çук. ГФФ. Çак çи яла килтĕмĕр юратнă çынсене шыраса. Мы приехали в эту деревню, отыскивая любимых людей. НР. Сăр-Сăр тăрăх хам карăм та, сăртри çырла шыраса. По Суре реке я ходил, искал ягоды на пригорке. ГФФ. Карăм шырама сĕм вăрмана. Пошел в дремучий лес искать (песню). Ib. Кăвакал ишет шыв тăрăх, çут поллине шыраса. Утка плывет по реке, отыскивая светлую рыбку. Букв. 1900. Çăкăр хырăма шырамасть. N. Айта халĕ вăрмана мачча кашти шырама. А.-п. й. 14. Пĕччен пурнăç ăна питĕ йăлăхтарса çитернĕ те, вăл хăй валли тус шырама шут тытнă. Ib. 16. Яла сурăх шырама, тет кашкăрĕ. Регули 1471. Эп шырарăм — топрăм. Ib. 1472. Эп шыраса топимарăм, шырарăм (шырарăм та), топимарăм. Ib. 818. Эп топимарăм мĕн шыранине. Сред. Юм. Çăварти чĕлĕме виç сехет шыранă, айĕнчи лашине виç талăк шыранă, тет. (Послов.). Бел. Гора. Вырăн пур та, мăшăр (супруга) çук; мăшăр шыра (так!) килтĕмĕр. Сятра. Ăста каян, тăлăк арăм? тет.— Опăшка шыраса каятăп, тет. N. Эс она шыраса топса ил (разыщи и возьми). Кама 56. Акă пăшалне ӳкерсе хăварнă. Хăйне тупаймарăм. Çырма тăрăх тарнă, теççĕ. Çĕр тĕттĕм, анкартисене, улăмсем айне шырас пулать. ЧС. Вара ăстарастапа сутниксем халăх пухса, ăна пур çĕрте те шыраса пĕтернĕ, анчах ниçтан та тупайман. N. Çак ĕçе епле пулнине Зайцев ятлă пысăк ĕçсене шыракан следователь тĕпчет. НР. Йори карăм улаха чун савнине шыраса; чон савнине тĕл полтăм сарă хĕрпе йонашар. Нарочно пошла на посиделки, чтобы встретиться там со своим милым, но увидела его сидящим рядом с русой девушкой. || Искать в смысле „иска“. Юрк. Эсĕ кунта мĕн шыратăн? — Мĕн шырасси-мĕнĕ, эпĕ прикăвăрсăр уйăрăлнă. Прикăвăрсăр уйăрăлнисем халĕ, çĕнĕ саккунпа, уйăрăлманпа пĕрех, тет.— Эсĕ çавна шанса тата шыратна-ха? — Вара, тет. || Взыскивать (с кого). Кратк. расск. 20. Эсĕ, атте илсе килмесессĕн, хамран шыра ăна, эпĕ хам çине шантарса илсе каятăп ĕнтĕ. N. Укçине каялла шырăр. Кан. Кивçен панă вăрлăхсене шыраса илесси. Пирĕн ял. Выçлăх çулта Унтри Тимуххине кил вырăнĕсем улăштарнине халь каялла шырама çук. N. Если эсĕ илеймесен те, килтен шыраса илмелле яратăп.

-ши

вопросительная частица, выражающая колебание говорящего, иногда соответствует русской частице „ли“. N. Хăçан ку вăрçăн вĕçĕ полĕ-ши? N. Апаша хăçан çитсе корăп-ши? А.-п. й. 31. Ĕнер пĕр кашкăр тытса çинĕччĕ, паян тепрер упа тытса çисе пулмĕ-ши? — тет кăна хирĕç сурăх таки. Абыз. Атăл çинче алă лаша, çилкисем виттĕр çил вĕрет! Пирĕн çӳçсем пулмĕç-ши? Дик. леб 35. Тĕлĕкре пулчĕ-ши ку, е чăнахах-ши? N. Утсем ырхан, çулсем хура, юртаймĕ-ши çулсене пĕр тикĕс? Ай-хай ĕмĕрсем çамрăк ĕмĕр, иртеймĕ-ши ĕмĕрсем пĕр тикĕс. ЧП. Хура вăрман çинчи хура пĕлĕт юхаймĕ-ши вăрманăн хыçнелле? Эпирех те ĕлĕк выляни-кулни каяймĕ-ши ĕмĕрĕн тăршшĕне. А.-п. й. 61. Çав вăрмана кайса пăхам-ха, йăвăçсем мана ăшăтмĕç-ши? — тет пĕчĕк кайăк, вăрăммăн сывласа илсе. Образцы 68. Пĕтĕ-ши ку нуша манăн, пĕтмĕ-ши? Каймĕ-ши вăл ман ĕмĕре? N. Паранкă-ши? Это картофель что ли? N. Çийĕ пархат, пуçĕ калпак — пирĕн аппа мар-ши çав. А.-п. й. 66. Сан пек ухмах тĕнчере пур-ши? тет. Образцы 111. Хам пĕлмесĕр пулчĕ-ши? N. Ялан çамрăк ăспа çӳресен, ыра çын ачи-пăчи темĕç-ши? Ала 59°. Пилĕкри пиçиххисем салтăнмасть-ши, пирĕн çамрăк ĕмĕрсем иртмест-ши? (Солд. п.). Сала 347. Эпĕ ӳкмĕп-ши тесе хăра пуçларăм, мĕншĕн тесен эпĕ унччен чăнкă çĕртен ярăнман. N. Эсир мана пĕр-икĕ листа хут памăр-ши? Якейк. Эс мана Кăрмăша еçмĕн-ши? (не отвезешь-ли?). Ib. Эс мана Кăрмăша еçимăн-ши? А.-п. й. 37. Мана та алтса памăн-ши? — тет улатакка. Ib. 81. Пăрçа çĕрне сухаласа акмашкăн лаша памăн-ши? — тет. Ib. 73. Хуньăм, пире пĕрер пăт салат памăр-ши? — тет Ваçлей. Он говорит: „Тестюшка, не отпустишь ли нам для праздника пудовку солода? Ib. 57. Сăмса çине хăпарса ларса юрласа кăтартмăн-ши? тет тилли, тата ытларах йăпăлтатса. Ир. сывл. 21. Ах! Ăшшăн-ши, сиввĕн-ши? Альш. Кайсан-кайсан, темиçе çĕр çухрăмах кайсан-ши ĕнтĕ, сахалтарах кайсан-ши, Атăла юхса кĕрет, теççĕ. Шурăм-п. Хĕрне качча панă, тет, виççĕр алă çухрăма. Пĕр-ши çул-ши пурнать, тет, ик-ши çул-ши пурнать, тет, виççĕмĕшĕ çулĕнче курма каяс терĕ, тет. Орау. Пуçĕ (у него) чăнах та ыратать-ши? Но: пуçу (у тебя) чăнах та ыратать-и? СТИК. Час килет-ши ĕнтĕ? Ib. Унтан кайран кирек ăçта та кайма юрать-ши вара? Ib. Çавăнта карĕ-ши ман ачам, те унта мар? || Изамб. Т. Эпир те çапла ӳстернĕ-ши? N. Ужель и мы так растили? Ib. Вăл мана улталарĕ-ши? Неужели он меня обманул? || А.-п. й. Кĕрӳ нуши ăçта-ши? Кĕрӳ нуши ăçта ши?! тесе кăшкăрать. Где же нужда зятя? Где же нужда зятя? — кричит он. Ib. 109. Ман çак качакана ăçта ярас-ши? — тесе ыйтать хуçисенчен. Изамб. Т. Елчĕк çуннă иккен.— Миçе кил çуннă-ши (сколько же дворов сгорело)? Образцы 60. Пĕртте ырапа усала, ай, курмасассăн, епле пулса ӳсет-ши арăн ывăлĕсем. Орау. Ах, тур-тур-тур, камах турĕ-ши капла? Пĕтерчĕ пурнăçа пĕтĕмпех! (Так говорила женщнна, когда горел их дом от поджога). Тим. Тăхăр тиртен кĕрĕк çĕлетекен, унăн сăвăр тирĕ епле ши? Ачаранпа туслă пурăнаканăн, унăн чĕлхи-çăварĕ епле-ши? N. Мĕн-ши ку? Мĕн тумалли-ши ку? Букв. 1900. Çула çырмари шыв ăшă, пусăри (тарасари, çăлри) сивĕ,— мĕншĕн-ши вăл? || Часто соединяется с частицей мĕн. Альш. Тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕ-ши-мĕн ку чăвашсем те? Сред. Юм. Анне парса ячĕ-ши-мĕн кона ман валли? || Часто соединяется с частицей ха. Зап. ВНО. Миçе сехет ши-ха халь? Б. Илгыши. Хулхи каланă (лисице): эпĕ халĕ, йăтăсем карĕç-ши-ха тесе, итлесе выртатăп, тенĕ. Бес. чув. 13. Ку Микулай мĕн тума кун çинчен калаçать-ши-ха? Мĕн кирлĕ ăна?

шилĕк йыхăрни

шилĕк йăхăрни, оповещение о свадьбе. Ст. Чек. Туй тытăнасси ыран тенĕ чухне юналăкпа пĕр арçын ачана кĕрӳлле тумлантарса шилĕк йыхăрма кăлараççĕ. Шилĕк йыхăракан калат: „Ыран Яккутей туй тăват, халăха туя чĕнет. Камăн сарă çук, çăпата çакса пырăр, камăн ача çук, тукмак тытса пырăр... N. Çак пирĕн хăта лайăх кăмăллă иккен: кам туя килменнисене шилĕк йыхăрма (вар. шилĕк йăхăрма) яма (вар. крыльци) умне ылттăн çилхелĕ, кĕмĕл чĕрнелĕ, улма чăпар ут кăкарса хунĕ иккен.

шин

шина. N. Урапана шин çаптартăм. Изамб. Т. Мана çак урапасене шин туртса пар-ха.

шу пулли

головастик? См. шыв пулли. Атмал-к. Çак ял хĕрĕ шу пулли, шупа юхса каясран эпир илсе каятпăр.

шу пуххи

шу поххи, все, что нанесено водою, напр., хворост и т. д. Алик. Ати ывăль пуличчен хăрăк турат пулас-мĕн те çурхи çилпе ӳкес-мĕн, çурхи шупа юхас-мĕн, шу пуххи пулас-мĕн, ырă çынсам йăтса кĕрĕç-мĕн. Хора-к. Çак ял хĕрсем шу поххи, шупа йохса каясран хамăр илсе каятпăр. N. Чотай хĕрĕ шу поххи, шупа йохса каясран эпĕр илсе каяр-и.

шу

двигаться. См. шăв. Календ. 1906. Хамăр пĕр вырăнта тăнă пек, çул çинчи япаласем — маяксем, хăвасем шунă пек. С. Дув. Хĕвел шăвать малалла, уйăх шăвать каялла. Ск. и пред. чув. 18. Уйăх шăвать кулянса кăвак пĕлĕт тăрăшшĕпе. Самар. Çӳлте çăлтăрсемех, ай, миçе-ши? Миçе, пĕрти, пăхсан та шумасть-ши? Ала. 61. Çӳлте кăна çăлтăр та, ай, миçе-ши? Миçе пăхмассерен те шумасть-ши? N. Шăвать-ĕçке шăвать шурă пĕлĕт шур юр çуса кайиччен. ЧП. Шăвать-çке, шăвать-çке кăвак пĕлĕт. N. Пĕр куна яхăн вăл хĕвел-анăç еннелле шуман (не двигалось). Т. VI. Загадки. Лаши туртать, çуни шумасть. (Шыв юхни). N. Çĕрĕн шăван кайăк кĕшĕк. || Подвинуться. Изамб. Т. Пăртак шу, немного подвинься (сидящему). Букв. 1886. Шалалла шу. || Скользить. N. Паян ура шăвать. Сегодня на дворе скользко. N. Кĕпе çунă чох вăл ори шуса шыва ӳккĕр те анса карĕ. Когда ова полоскала белье, поскользнулась, упала в воду и утонула. N. Йĕлтĕр туса пар, терĕм; йĕлтĕр туса пачĕ те, шурăм-карăм пахчана. Зап. ВНО. Йăкăш-йăкăш шумашкăн урай яка пулинччĕ. Чаду-к. Упа пĕр сăртран шуса аннă та, ун патне чупса пурса (= пырса) пуçне пуртăпа касса татрĕç. || Ползать. N. Левонть хырăмпа шăвакан полчĕ. Букв. 1900. Кăшт тăрсан, кĕпер кашти çине выртрăм та, хырăмпа шуса каçса кайрăм. Ала 17. Çак Иван вара çавсене курсассăн, хуллен шуса пынă та, пĕрин кĕпине илсе хăйĕн çумне чикнĕ, тет. Толст. 15. Мачча тăрăх пĕр хăнтăла шуса пыра парать (клоп лез по потолку). Такмак. Утаканĕ утса пырăр, утайманĕ кутпа шуса пырăр. || Исчезать, ускользать незаметно, шмыгнуть. А.-п. й. 96. Сахар часрах тумланса, улпут тумтирне йăтса, хуллен мунчаран тухса шурĕ хăйĕн килнелле. КС. Тухса шурăм. Я удрал. Моркар. Хăранипе пӳртĕнчен хайхи хуçа тох та шу. Сред. Юм. Хăвăртрах тôхса шу эс кôнтан (удирай), аттô патак лекет. N. Çынни укçана часрах илсе чикрĕ, тет те, тухса шурĕ, тет, юлташĕ пăтне (улизнул). Б. Яныши. Эпир часăрах толалла тохса шурăмăр. Букв. 1906. А а-х! апла пулсассăн сывă пулах, йытă туç; сирĕн пек самăр (мăнтăр) ан пулам та, хам ирĕкĕмре хам çӳрем! тесе каларĕ, тет те, шурĕ, тет, кашкăр вăрманалла. Ашшĕ-амăшне. Лешсем пăртак тăрсан-тăрсан, ĕнсисене хыçкаланă та, шунă вара килĕсене (убрались). N. Наччас кĕсьене шуса кĕмелли япала! Моркар. Корать чăваш,— ĕç пăсăлать, кăмакаран хор шăвать. К.-Кушки. Сирĕн япаласем Пухтелне шунă (спроважены). || Якейк. Пичипа инки ĕçкинчен чутах шуса (= каймасăр) йолаттăмч.

шукала

учащ. ф. от шу. Никит. Шу, шу, шукала, шукала, шумассайран ачисем, ачисем. Кап. Çак çын шукаласа парттие кĕрет.

шулаплă

с застрехой. Сред. Алг. Çак хăтавăн çурчĕ йĕри-тавра шулаплă иккен.

шултăра

шолтăра, крупный. Истор. Славянсем шултăра çывсем пулнă. Альш. Ах аттеçĕм-аннеçĕм, урçа укçи шултăра, сума лайăх терĕнем. Урмай. Шултăра çип хутăри. Изамб. Т. Пиртен инçех мар, 25 çухрăмра шултăра вăрман пур. Ib. Ураписем те шултăрарах та, вунпиллĕкрен кая лармасть. N. Çыруна шултăрарах çырса яр. || Резко, грубо. Ст. Чек. Емелкке-Т. Шултăра калаçать. Говорит грубо. Сред. Юм. Шултăра сăмахлать, громко и точно. Череп. Шултăра çын шултара калаçат (говорит, не соблюдая приличий). Альш. Вăл сăмаха шултăра калаçат, ун хыççăн çӳреме çук. Он высказывается резко и сам себя хвалит. Сунчел. Атте сăмахĕ шултăра сăмах — часах ăнланса илеттĕм. Беседа. Сăмахĕсем шултăра, вăрçăллă, намăс, йĕрĕнчĕклĕ ирсĕр сăмахсем. N. Çак улахри хĕрĕсен чĕлхи шултăра ан тийĕр. N. Шултăра çын, не в меру развязный в речах. N. Эй шултăра ала! (Шапăлтатса калаçакана калаççĕ). || Неаккуратный, неловкий. Орау. Эх, шултăра! Майĕпе тыткалама юрамасть-шим япалана? (к неумело обращающемуся с вещами). Хирле-Сир. Елексантр вăл кĕт шолтăрарах (= япала çĕмĕрет, хĕрхенсе тытмасть).

Шур ту

назв. дер. Белая Гора (в б. Бегучевск. вол., Петровск. у., Сарат. г.). А. Кузьм. Пирĕн ял Шур ту айĕнче ларать, çавăнпа ăна та ту ячĕпех ят панă. Бел. Гора. Çак Шур Тăвăн хĕрĕсем ялан чечек пек (румяные?). || Назв. горы.

шут

шот, счеты (прибор для счета). Шорк. Шот çинче шотлас (шот çинче хурас). Считать на счетах. Арзад. 190З. Çак шутсем çинче (на этих, т. е. нескольких, счетах) миçе миçе хурса тухнине (положено) çыр. Изамб. Т. Миçе тенкĕ памалли шут турт ха (или: шутпа шутла-ха). Шурăм-п. № 22. Тата шута пур сутă илнĕ çерте тыткалаççĕ. Сунт. Шут çине хурать. Кладет на счетах. Ib. Шут шăрçипе шутласа ларать.

шут

шот, счет (число, количество). N. Укçа шучĕ, счет денег. ПТТ. Вăйçăпа çăмарта çĕклекен çăмарта шутне тултармасăр пымаççĕ. N. Хут пĕлекенсен шучĕ, число грамотных. N. Кулленхи шут, текущий счет. Шурăм-п. № 19. Хăшĕ, кĕлте шучĕ кая ан юлтăр тесе, кĕлтисене тултармасăрах çыхаççĕ. Регули 1283. Шочĕпе мĕн чол тохнă, он чол парăп. N. Редакци вара хăй шучĕпе кĕнекесем кăларĕччĕ, тесе çырнă. Якейк. Ати улĕ виççĕччĕ, шот шотлама ларсассăн, шотран ытлашши эп полтăм. Ib. Хĕрсе хĕвел тохнă чох хĕр шотĕнчен кăларатпăр, хĕрсе хĕвел аннă чох арăм шотне кĕртетпĕр. Çĕнтерчĕ. 49. Эпир шутран тухрăмăр. Шорк. Шота кĕнĕ. Вошел в число, считается вместе с другими. Ib. Хĕр шотне кĕнĕ. Сред. Юм. Качччă шотне кĕмесĕрех аллантарчĕç. Туперккулёс 15. Тепĕр тапхăр этем каччă шутне кĕме пуçласан чирлеме тытăнать. N. Хĕрарăмсем, эсĕр те халь этем шутне кĕтĕр. Сред. Юм. Çôратса янă çын та шôтне толтарма. (Пôлмас çын çинчен калаççĕ). Кан. Çакăнта ĕçлеме 16 çынна рапоччи шутне илиĕ. ППТ. Унăн çуртĕнчен нихçан та чир-чĕр тухмас, ĕмĕрне çын шутне кĕреймес, теççĕ. N. Çын шутне кӳртместчĕç. N. За человека не считали, ни во что не ставили. ТХКА 22 . Эх, мухтанчăк, вĕçкĕн таракан; халăх шутне кĕместĕн; чупассипе антратрăн; пуçа каçăртса, уссине тăратса çӳренипе пурнăç пулать-и вара! Кан. 1927. Çын — çын шутĕнче пултăр, выльăха — хăйне вырăн пултăр. Ib. Ялтан Крикорйĕв лашине ватă лаша шутнех кӳртсе çырса янă. Эпир çур. çĕршыв. 16. Çак урам пирĕн урам шутĕнчех: ăна та пирĕн урампа пĕрлех Чăрăш теççĕ. Шорк. Шотран тохнă, вышел из числа, не считается. Ib. Çын шотĕнчен тохнă. Сред. Юм. Шôтран тôхнă. (Говорят о стариках, которые по старости ни на что не способны). Пшкрт. Шотран тохнă çын = иртсе кайнă çын (избалованный). Шорк. Стакканĕ ĕнтĕ стаккан шотĕнчен тохнă. Стакан вышел уже из употребления, не годится для употребления. Ib. Шотран кăларнă. Его выключили из числа..., его не считают за... Ib. Она çын шутĕнчен кăларнă ĕнтĕ. Вишн. Çапла ĕнтĕ, уйрăм çирĕм сăра курки шыв ĕçместпĕр пулсан та, хамăр ăша тĕрлĕ апат çисе, çапах çав шутран кая илместпĕр. Б. Олг. Калля килетпĕр ĕне кĕтӳ пек, шот та çок çĕмĕрĕлнĕ халăх. || Разряд. Кан. 1929. Капла пуян шутĕнчен юлсассăн пĕтетпĕрех уш. || Время, срок. Панклеи. Тепĕр эрнерен ачана киле каяс шут çитет. С. Янгильд. Микихвăрăн салтак шочĕ пĕтрĕ. Микихвăр пĕр хĕç илчĕ те, киле килме тохрĕ. Собр. Вăрман хĕрне пас тытат, тăкăнас шутпа хăй тăкăнат, пирĕн те каяс шут çитет.|| Мысль, желание, цель. Сюгал-Яуши. Ман юлташа темскер шут килсе кĕчĕ те, мана калать... Кан. 1929. Пĕрлешӳллĕ хуçалăха пĕтерес шутпа тĕрлĕ киревсĕр суя хыпарсем сарчĕç. КС. Çими пĕтнĕ тиччĕç, тырă ыйтма пыман-ши вăл? — Çав шутпала пынă пулмалла та, хăяймарĕ пулмалла. А.-п. й. 32. Сурăх таки, йăвăç тураттинчен вĕçерĕнес шутпа, сулланма тытăнчĕ. N. Шурă кайăкăн çунат çук, çӳле улăхма шучĕ çук, ӳт чĕлхенĕн шăмми çук. N. Килти шутпа — начар, кунти шутпа юрат. По-домашнему — плохо, по-здешнему — хорошо. Кан. Ман шутпа çакна тусан аван. В. Олг. Карав пăрахăç полчĕ вара çав. Авалхи шотпах порăнма полчĕ (по-старому). Слеп. Онăн хăй шочех-ĕçке-ха, каласа та ӳкĕте кĕмест. || Дело. Б. Олг. Шот полчĕ ĕнтĕ перĕн, çораçнă шот полчĕ (дело сделали, сосватали). || Значенне. N. Пĕр шутах пырать. Имеет одинаковое значение. || Завражн. Ялти теçетник шочĕпе çӳретĕр çулталăк хошши. Пусть служит в качестве десятника, пусть служит десятником. Ib. Салтак шочĕпе салтак шаловне (шалуне) илсе порăнтăр. Турх. Ăмăрт-кайăк шучĕпе чавкана чыса хунă, тет. НР. Сатри кайăк сар кайăк, кайăк шутне кам шутлать. В саду птичка-иволга, кто сочтет ее за птичку. А.-п. й. 38. Пырасси пырăп та-ха, анчах эс мана мăкариччи шучĕпе кавас ĕçтер, тет тилли. Регули 1284. Япала шочĕпе саплать. || Бгтр. Юрламасăр шут килмест. Ib. Йысна черки çут черки, шалт ĕçмесен шут килмесг. Ib. Акка курки сар курки, шалт ĕçмесĕр май килмест те саркаланма шут килмест. Ст. Чек. Апла калаçмасан капла çук, юрламасан шучĕ çук. N. Якур пит кулмалла сăмах шучĕ те каламарĕ. || Хора-к. Вонă пăт тырă полсан, пилĕк пат сотса какай ил, çав шотах ларĕ. || Сред. Юм. Ĕçне туниех çôк та çапах кайса шôтне турăмăр. Ib. Ĕçне тăвасса нăмаях туман та, çапах тунă шôчĕ пôлчĕ ĕнтĕ ô. N. Малалла кайнă шочĕ полчĕ. Было что-то вроде наступления. || Шурăм-п. № 22. Шут пĕлмен çынсене хисеплемеççĕ те, çавăнпа халь пурте шут вĕренме тăрăшаççĕ.

шухлăх

шохлăх, резвость, бойкость, шаловливость, легкомысленность, ветреность. С. Тим. Пирĕн çамрăк шухлăх лăпланмас çичĕ ют аллине ӳкмесĕр. Пазух. 45. Ах мăнтарăн çамрăк, ай, шухлăхĕ ăса кӳртет çамрăк пуçсене. N. Çакă хĕрсен тилĕрни амăш чарсан та чарăнмĕ; каччăсенĕн шухлăхĕ ашшĕ чарсан та чарăнмĕ; çак арăмсен иплĕхĕ упăшки чарсан та чарăнмĕ. N. Ох, иртсе карĕ çамрăк шухлăхсем. Сред. Юм. Хăй шôхлăхĕпе таçта кайса кĕрсе вилĕ-ха ô!

шухăш тыт

намереваться, надумать, задумать. А.-п. й. 84. Пиччĕш ылттăн сумккă туяннипе савăнсах кайрĕ, хăйсен таврашĕсене, пуянсене пухса хăналантарма шухăш тытрĕ. Ib. 21. Такасем кашкăр пынине сиснĕ те, ăна улталама шухăш тытнă. Чăв. еп. пур. З8. Пуйма шухăш тытса юлашки выльăхсене сутнă. N. Хăй çĕрне пăрахса кайма шухăш тытнă. Чăв. еп. пур. З4°. Çак юмăç шухăшне тытакан çын ним намăса та пĕлмест.

шăкăрт

подр. отрывистому стуку. См. МКП, 95. П.-Пинер. Шăкăрт тăват, шăтăкне кĕрет. (Çăраççи). Б. Олг. Ампар алăкĕнчи самок оçнă чох сасси шăкăрт тет. Т. II. Загадки. Çăраççийĕм шăкăрт ӳкрĕ, уйăх курчĕ — илмерĕ, хĕвел курчĕ – илчĕ. (Тăм ӳкни). N. Амăш вилнине илтсен, çырса лараканскерĕн ручки аллинчен шăкăрт ӳкрĕ. Чăв. юм. 1919. Хай леш шыврисем, çак ача юрланине илтсен, мăйракисене шăкăрт капан кутне пăрахса хăварнă. || Кан. Лапкари тавар хакĕсем шăкăрт анчах йӳнелчĕç.

шăл

мести, подмегать. Хурамал. Алăкăрсен умне шăлса тытăр панулмисем кустарса выляма. Почаще метите у себя на дворе, чтобы катать яблоки. Лашм. Шур пӳртĕр умне шăлса тытар панулми кустарса выляма. ЧП. Шурă пӳртсем умне шăлса хурăр. Б. Олг. Кил хошшия шăппăрпала шăлса тасатас. N. Кунĕпех урай шăлтăм (мел весь день). Урмай. Карчăкĕ пĕре урай шăлса пынă чух пĕр пăрçа пĕрчĕк тупрĕ, тет. Сем. соч. Вăл ачасен (так!) тула тухса кайсанах, тешурни шăпăр илсе урайне шăлса каять. N. Качака: урампа тапăп, мăйракампа сĕкĕп, хӳремпе шăлăп, тесе калать, тет. N. Шăлсан шăлса ямалла мар, çĕклесен çĕклесе пăрахмалла мар, вăхăт çитсен хăех каять. (Мĕлке). Хош-Сырми. И посрĕç те лартрĕç стул çине, и хырчĕç те пăрахрĕç ман çӳçме, и шăлчĕç те пăрахрĕç çӳп çине. Поставили стул и посадили меня, сбрили они мне волосы, вымели и выбросили их на сорную кучу. Б. Олг. Тавай çак арпая йĕтем çинчен шăлса пăрахăпăр. Сред. Юм. Кô ыраш тăпраллăрах пôлин те, пĕрлех шăлса яр, кайĕ-ха ертел çинче хотăшса. А.-п. й. 55. Анкартинчи сар кĕлетри ырçаран мана шăлса пуçтарчĕç. N. Шăлса кăлар (в печке выметать). НТЧ. Вутти пулсан кăмакине шăлса кăларать те, хай пашалусене, юсмансене пĕçерме кăмакана хывать. || Мыть, чистить. В. Олг. Эп ампар ом шăлас тетĕп вĕри шупа. N. Ялта халăха пуян куштансем хăйсен аллинче тытнă, тĕрлĕ çук законсем хăратса пурăнна; уясра вĕсене улпутсем шăлнă. || В переносном смысле. Орау. Аванах шалтăм! Хорошо поел (чего-нибудь лакомого). Сред. Юм. Ĕнер эпир пôшара карăмăр та, пĕр ôрама çиле май шăлайса тôхса кайрĕ вит. ЧС. Вирĕм тумарĕç те, выльăхсене мур шăлса кайрĕ. || Вытирать, стереть, обтирать, утираться. Пухтел. Тенкел çине шăл, сотри со стула. N. Шăлса ил, обтереть. N. Пылчăкĕсене шăлса илме тарай тутри пулмарĕ. Альш. Саккăрăн-саккăрăн килтĕмĕр те сакăр хаклă тухйипе сак çи пусса шăлтăмăр. ТХКА З0. Тăхти, эсĕ ирхине-каçхине пит çусан, апат çисен, апат умĕн аллуна çусан, эпĕ сана хăвна панă алшăллипе пите-куçа шăл вара. Ман алшăллипе ан шăл, тет ман карчăкăм. О сохр. здор. Пурте пĕр алшăллипех шăлаççĕ. Собр. Пĕр алшăллипе иккĕн шăлсан: вăрçать, теççĕ. СЧУШ. Иккĕн пĕр алшăллипе шăлсан, иккĕшĕ часах вăрçă кăлараççĕ. Юрк. Хăй çав вăхăтрах арăмĕнчен чăвашла калаçса чышкисене шăлма тасарах алă-шăлли илет. КС. Туттăрĕпе мана питрен шăлса илчĕ. Она провела мне по лицу платком. || Замазывать. О сохр. здор. Пӳрт чӳречисене, алăксене йăлт шăлса питерес пулать. Баран. 158. Çурт-йĕр таврашне вĕсем çинçе пĕренерен туса, тăм шăлаççĕ, тулашĕпе шалашне пурпа шуратаççĕ. N. Тампа шăл, мазать глиною. N. Кăмакана питĕрсе тăнпа шăлсах хучĕ (во время „çип хутни“). КС. Кăмака шăл, обмазывать глиною. Ib. Кăмака шăлмалла-ха пирĕн, ытла кăмака тĕпĕсем катăлса пĕтрĕç. Ст. Чек. Кăмака питне шăл. || Заметать (о снеге). N. Çула шăлса кайнă. Дорогу замело (занесло снегом). N. Çула юр шăлса кайнă. Баран. 41. Такăр çула юр шăлса кайнă; çуран çӳрекен сукмака лаках шăлса тултарнă. СТИК. Тăман çула чист шăлса лартрĕ (замело дорогу). Орау. Çула шăлса лартнă кĕçĕр (передуло). Сятра. Çол орлă шăлса лартса та, çолĕ çĕтсе. Подл. Шигали. Аслă çулсем çине юрсем шăлнă (замело снегом). Сред. Юм. Хĕллехи çола тăман шăлать. Зимою дорогу буран заметает. N. Çула йăлт шăлса тухнă, лаша чĕркуççи таран путса пырать. Баран. 86. Кунта ăлавсене шăлса кайни те пайтах пулкалать. Кн. для чт. 10. Пĕчченех ларать çав ял, унти çынсен пӳрчĕсене тăман шăлса кайнă. РЖС. З. Çав çĕрхине хулари çуртсене тăманпа шăлса кайна, урамсене юр вĕçтерсе тултарнă. Ст. Чек. Йĕтеме юр шăлса кайнă (замело). N. Юр шăлса лартать. N. Кӳлле йор шăлса лартнă. N. Кун усал, юр çăвать те шăла-шăла лартать. Нюш-к. Малтанхи юр çĕр çумĕнчен шăлса çусассăн, выльăх хĕнерсĕр (начар) пулать. || Гладить (напр., по голове), приглаживать. ГФФ. Куç умĕнче атте çук, пулсан та пуçран шăлас çук. Нет у меня здесь родимого батюшки, а если бы он и был, то не погладил бы меня по головушке. И. Тукт. Ульяна хăйĕн савнийĕн юнланса пĕтнĕ çӳçĕсене ик аллипе те шăла-шăла якатрĕ те, ăна сивĕнсе кайнă тутинчен чуптуса илчĕ. Ал. цв. 4. Вăл хăйĕн юратнă хĕрне чуп-туса, ачашласа, пуçĕнчен шăлса калать. Юрк. Куçăмран пăхрĕ, пуçăмран шăлчĕ; пуçăмран шăлчĕ, пуçма çавăрчĕ. С. Айб. Салтак патша ывăлне пуçĕнчен шăла пуçларĕ. НТЧ. Хăй пĕр курка шыв ăсса илет те, хур пуçĕ тăрăх шăла-шăла (гладя) ярать. ТХКА 121. Яка пуçлă усламăç мăн сухалне аллипе шăлса илет якатса. Собр. Пăттине çисе пĕтерсен, хырăм тăрăх шăлтăмăр, çаплах куçĕ выçă пулчĕ пирĕн. || В переносном смысле. Сам. 70. Шăлнĕсене вăл шăлать, вырма йăпатса.

шăламçи

делать вид, что утирается. Н. Седяк. Çак парне панă кĕпе-сурпанпа пӳртри çынсем тутисене шăламçи пулаççĕ.

шăл

зуб. Изамб. Т. Ачанăн шăлĕ шăтсан, ăна малтан куракан çынна: эсĕ ку ачана кĕпе тăхăнтартмалла ĕнтĕ, теççĕ. N. Шăл шăтни, зубопрорезание. N. Шăл тухнă вăхăтра кастарма юрамасть (оспу). N. Вăй çитменнине шăлпа, теççĕ. Альш. Эпĕ хам шăннă, шăлсем хире-хирĕç шак-шак тăваççĕ. Ал. цв. 10. Тӳрĕ хуçанăн хăранипе шăл çине шăлĕ тивмест. Артюшк. Ман пур шăлсам та ыратса ирттерчĕç. Янтик. Сан шăл ыратать-им? (Спрашивают тогда, когда спрашивающий сомневается в болезни, или думает, что у него вовсе не болит). Ib. Сан шăлу сурат-им? (Спрашивают тогда, когда более или менее определяют болезнь человека). Орау. Шăл ыратакан çынсем пыркаларĕç-и? В. Олг. Си шу ĕçсен шăла тиет (ломит зубы, скоро проходит, если после горячего выпить холодной воды). Шурăм-п. Сахăр ан хышла, шăлусем пĕтеççĕ. Букв. 1900. Эй, пăхма анчах илемлĕ-ĕçке! Çи-халь ăна, çăварна пĕр шăл та хăвармĕ! — тесе пырать, тет, хăй нимĕн тăвайман енне. Якейк. Шăл ларттар, вставлять зубы. Çĕнтерчĕ 6. Манăн шăлĕсем те çукрах та, эпĕ кăчăртатнине пĕлместĕп. Янтик. Сан шăлсем пиçĕ-ха, эс çак хыт татăка та çимелле. N. Ман икĕ енче икĕ шăл катăлса ӳкрĕç çори таран. N. Катăк шăл. N. Эпĕ хама хам сыхланаймарăм, лаша шăла тутипе персе хуçрĕ. Якейк. Шăл коч тапранчĕ. Зуб расшатался. Н. Лебеж. Хура вăрманта шĕшкĕлĕх, шĕшкĕ тăрри сарă мăйрă, çав сар мăйăра катакан шăлĕ тĕпĕ пушанĕ. Яндобы. Пăт чĕреспе кĕлете кӳртрĕм, ерипе, чӳрече çинче шӳтертĕм, ерипе, увăç тупанпе типĕтрĕм, ерипе, шăл тупанпе хăйăрларăм, ерипе, йĕкĕрлчепе авăртрăм, ерипе. Альш. Ман шăла хурт çиет, шăл сурат. А.-п. й. 30. Вут умĕнче хĕртĕнсе ларакан качака такипе сурăх такине курать те вăл: кусене халех çисе яратăп, тесе, шăлĕсене шатăртаттарса пырать. Ib. 52. Ну халь сана çисе яратăпах, тет шăлĕсене качăртаттарса (кашкăр). N. Микулай çине куштансем час-часах шăлĕсене хăйраса тăнă, час-часах кулнă. N. Хресченсемпе улпутсем пĕр-пĕрин çине шăл хăйраса тенĕ пек тăраççĕ. СТИК. Вăл такçантанпах шăлне хăйраса тăрат та-ха (ждет получить лакомый кусок в виде награды или милости), те пулĕ темĕн. Кан. Çынсем ĕçнĕ чух тата шăла йĕрсе ларас-и? А.-п. й. 88. Шăлне йĕрсе, ахăрса кулса сĕлтрĕ Сахара. N. Шăлна çырт та чăт. N. Ним тума та çок, тӳсес полать, шăла çыртас полать. Сред. Юм. Шăлна çырт, молчи, прикуси язык. Кама 10. Паян темшĕн шăлна çыртнă эсĕ? Сред. Юм. Шăлпа çыртса тортас патне çитрĕм (очень рассердился). СТИК. Шăлне çыртса ларат. Сердится, но удерживается вылить злобу. ГФФ. Шăл хошшинчех усраттăмччĕ. Берег я ее (песню), хранил меж зубов. Ст. Чек. Шăл хушшине хума çăккăр çук. (Говорят о бедности). Вишн. 67. Шăл хушшисене тата шăрпăкпа е йĕппе чакаласан та пăсăлать. Сунчел. Пĕчĕкçĕ чӳне эпĕ пĕчĕкçĕччĕ, шăл хушшинчи мăйăр тĕшĕччĕ. Альш. Çакă тăвансемпе ĕçсе-çини халĕ шăл хушшинче пур пекех. Изамб. Т. Вăл сана час-часах шăл хушшине хĕстерет (шăл хушшине хурат). Микушк. Тăшман шăлĕ хушши сайраран (зубы врагов не коснулись нас). N. Çав шуйттанăн çивĕчĕ шăлĕ айне кĕрсе ӳкес марччĕ. N. Тĕп пултăр – шăлĕ-масарĕ. (Скажет, кто не жалеет зубов). Синьял. Эпĕ питĕ лайăх ӳсрĕм вонçичĕ çула çитиччен, вунçич çула çитсессĕн, çын шăл айне хĕсĕнтĕм. Ядр. Пире апи çуратнă, чул хушшинче çуратнă. Шăхан ту хĕрĕнче ӳстернĕ, çавăнпа эпир çын шăль (= шăлĕ) айĕнчен тухаймастпăр. Сĕт-к. Ял варĕнче çитĕнтĕм, çын шăль (= шăлĕ) айĕнчен тохимарăм. Шорк. Çинĕ чухне шăл айне темĕскер лекрĕ (на зуб что-то попало). Кан. Аран шăл витĕр калаçать. Юрк. Эрех ĕçекеннисем, пĕр чĕнмесĕр, йăл-йăл-йăл шăл витĕр кулса анчах тăраççĕ. Баран. 23. Куç курать те, шăл витмест. Хоть видит око, да зуб неймет. Чураль-к. Каçтăркан çырли çима тутлă, çима тутлă, шăл витмест. Ст. Чек. Аçтăркан мăйăрĕ çиме тутлă, катма тăтăм, шăлăм, ай, витмерĕ. Ай-ай, савнă тусăм, хура тусăм, илме тăтăм, шăлăм, ай, витмерĕ. П. Федотов. Ватă карчăкăн мĕне шăл витмест? Ст. Чек. Шăлне çиет. (Говорят о том, кто во сне скрежещет зубами). Полтава 96. Шăл çĕмĕрсе ылхану (скрежет), ăнран кайса калаçу, халăх сасси кăшкăрни, туп янтраса çĕмĕрлни, тупăртатса чуптарни, лаша хуйса кĕçенни – пур енчен те илтĕнет. || Зубец, зазубрина. || Зубья (у пилы, берды, бороны, гребня, чесалки). Ст. Чек. Виçĕ хĕç шăлĕ. || Пальцы шестерни (на мельнице). Сюндук. Изамб. Т. Ул урапан хĕрринче шăлсем пур. || Спицы (у телеги). || Копылья (у саней). Изамб. Т. Çуна тупанĕсем çине шăлсем лартаççĕ. Пазух. З6. Çунаçăм, çунаçăм, ай, сакăр шăл, сакăлтана каймин, ай, юрĕччĕ. || В переносном знач.— зерно. Трхбл. Пĕр шăл тырă та çук. Нет ни зерна хлеба. Ст. Чек. Куштансем мукаçей кĕлетне пĕр шăл тырă хывмарĕç (не дали ни зерна хлеба в общественный магазин). Т. VI. 30. Тăррине чакан пек пар, тĕпне хăмăш пек пар, пуç çумне пуç хуш, шăл çумне шăл хуш. (Из моленья). || Комочек (соли). Якейк. Пĕр шăл тăвар, кусочек каменной соли. Сорм.-Вар. Сыпрăм-пăхрăм шӳрпине, виç шăл тăвар кирлĕ мĕн. N. Вĕсем час-часах пĕр татăк çăкăрсăр, пĕр шăл тăварсăр ларнă. || Штука, единица. Т. VI. Пĕсмĕлле пĕр турă, така пĕр шăл пулсан та, кĕлте çыххи пушă пулсан та, çĕрĕк пăяв пĕр шăл пулсан та, сысна пĕр шăл пулсан та, эсĕ ан пăрах, хаярлă куран кайнă пулсан та, çын çиллисемпе пулнă пулсан та... (Из моленья). || См. тура-шăл.

шăла-пир

редкий, грубый холст для портянок, мешков и пологов. N. Шăла-пир, ткань, холст на подоплеку. КС. Шăла-пир, редкий, грубый холст (идет на подкладку). N. Саккăр хĕçĕпе тĕртнĕ шăла-пир. Яргейк. Кутăнчи йĕмĕ шăла-пир. Мусирми. Çак Мăн-Çырма хĕрĕсен шăла-пиртен йĕмĕсем. Ib. Çакă Тӳшкилт хĕрĕсем, тăла-пиртен йĕмĕсем. N. Эпĕ паян Ваçлее куртăм, пăрахут çинчен кăчакартан килет, тет, на-а-ачар, шăла-пир пекех типсе кайнă. В. Олг. Шăла-пир, редкий холст, изготовляемый для подкладки, ткут в одну нитку, а не в две. Сред. Юм. Шăла-пир тесе толĕ çиппинчен тĕртекен пире калаççĕ. СПВВ. ВА. Шăла-пир — аçлăк. N. Шăла-пир, редкое полотно. Ст. Чек. Шăла-пир, редко сотканное полотно для подкладки. Начерт. 203, Золотн. 109. Шала-пир, однозубка.

шăмакки

то же, что шăмаккай. Собр. Çак вар пуçне ма килтĕмĕр, сывлăмпа ӳснĕ шăмакки пур, эпир çавăнпа килтĕмĕр.

шăн

подр. звонкому шуму. См. шăн-шан в самый, как раз. Ивник. Çимĕк эрни вĕçĕнче, шăн кăнтăрла тĕлĕнче, йĕнерленĕ çак çăрха тĕлĕнтерсе халăха, утăпа мар, юртăпа, пынă, теççĕ, салапа.

шăнаршă

колыбель, зыбка. Золотн. 110. Шăнаршăри ача, зыбочный ребенок. Изамб. Т. Шăнарша сиктер-ха (покачай-ка). М. Яльч. Шăнаршă, люлька из лубка, зыбка. Тоскаево. Шăнаршă, детская зыбка. Ib. Ача шăнаршăра выртать. N. Çак тăвансем килне килсен, шăнаршăри ача пек силентĕм. Зап. ВНО. Уртăш йывăççи пĕкечи, хурама хуппи шăнарши. N. Уртăш йывăç пĕкечи, хурама хуппи шăнарши.

шăнăр

сухожилие, жилы, хрящ. Пизип. Иван ятли чĕлхеç полнă, шăнăр хутлатса лартнă. Корак-к. Шăнăр карчăк шăмă кăшлĕ. (Сӳс тылани). || Ст. Чек. Вăсем ман çинчен ырă мар калаçнине манăн шăнăрăм сисет (= эп вăсем ман çинчен ырă мар калаçнине таçтан пĕлетĕп). || Резина. Сред. Юм. Янтик. Çак сăмаха шăнăрпа хуратас (ярас) пулать. Ib. Шăнар калуш, резиновые калоши. Ст. Шаймурз. Шур пански чăлха, шăнăр пушмак. || Фамильное прозвище. Хир-б. Шăнăр Йăван. Нюш-к. Шăнăр Пракка.

шăнăр курăк

подорожник (листья этой травы прикладываются при порезах). Н. Карм. Рак. Шăнăр курăк шăнăр туртнăран аван. Ăна вĕретсе те ĕçеççĕ, вырăн айне хурсан та çăмăлтарах, теççĕ. Нюш-к. Шăнăр курăкĕ, подорожник. НИП. Шăнăр курăк, подорожник (так назван от особых жилок в стебле). Пшкрт. Шăнăр корăк, подорожник. См. ӳт илнĕ корăк. Рак., Кайсар. № 129. Шăнăр курăк çул çинче ӳсет, хытанкарах çĕрте ӳсет. Шăнăр туртсан, çак курăка вĕретсе ĕçеççĕ. Алла кассан, часрах çаккăн çулçипе çыхсан, юн чарăнат та, сурана час ӳт илет. Сред. Юм. Шăнăр кôрăк – ôрамсенче çĕр çôмĕнче тăсăлса выртакан вĕтĕ çулĕçлĕ кôрăк.

шăп

жердь. Тюрл. Шăппалан карта тытатпăр. N. Шăп çине йăванса кайса тăрăннă янах аяккинчен. СПВВ. ФВ. Шăп = шерте, шалча пек вăрăм. ЧС. Пире халăх (на пожаре): ача-пăча ахаль тăриччен хуть çак шăпсене сĕтĕрĕр, кайран вута хутма юрĕ, терĕç. Сред. || Юм. Итемре шăппа ôлăм çĕклесе пыраттăмăрччĕ, хыçалтан çĕклесе пыраканни шăпне лат пăрахрĕ, алла пит ыраттарчĕ. Ib. Итем варĕнчи олăма пĕр çĕре пуçтарсан, шăппа çĕклесе илсе тохса каяççĕ, она вара: пĕр шăп çĕклесе тохнă, теççĕ.

шăпа

жребий, судьба. Сред. Юм. Шăпа яр, бросать жребнй. N. Шăпа сиктер, бросать жребкй. Изамб. Т. Валеçнĕ чухне (луга) шăпа сиктерсе çӳресси пит аван. Кан. Кашни ана çинче шăпа ярса пыраççĕ. Сред. Юм. Шăпа ани — шăпа ярса тохнă ана. Баран. 173. Çамрăк ачасемпе çамрăк хĕрсем, шăпа ярăр. Юрк. Çак ялта пĕр маттур хĕр, пур ачасем ячĕç шăпана. Орау. Шăпине патак тăрăх алă тытса тухса яраççĕ. Сред. Юм. Ертелпе япала кăшне (= хăшне) тохать тесе, патакпа шăпа тытаççĕ. N. Шăпа тытаççĕ, тет, кама малтан кайма тивет. N. Ывăлĕсем шăпа тытаççĕ. Альш. Шăпа тытаççĕ, тет те, аслă ывăлне тухат, тет, сыхлама. N. Манăн шăпам чи лайăх çĕре тухрĕ, манăм çĕрĕм пит кăмăллă. N. Стражниксене е вырăнти çынсене вĕлерме тытăнсан, эпĕ вулăсран хресченсене илĕп те, шăпа тăрăх пăшал пертерсе вĕлерттерĕп, тет. N. Шăпа кантри. N. Манăн шăпа кая юлчĕ. N. Эпĕ тăрап кивĕ шăпапа. Тобурд. Эсĕ кив шăпана юлнă çын. Ты оставленная на старый жребий. (Так говорили про девушку, которую раз украли, но отец не дал, и она, таким образом, всталась старой девой). Изамб. Т. Пирĕн камсемпе шăпа? Кукша Йăкăнатсемпе. Ху каларăн çавсемпе пулма. (8 душ, которые получили общую часть лугов). || Çĕнтерчĕ 38. А-а-а! лекрĕ! Шапи тулчĕ. Чăв. юм. 1919, 23. Çав чух-ха ăна. Хăй чиперрипе тек çиçсе çӳретчĕ, пĕтрĕ ĕнтĕ! Шăпи тулчĕ. Янтик. Кĕске çаран утине кăçал çулас теменччĕ, шăпи тухрĕ — мĕн тăвас. || Счет. || Бирка. СТИК. Тир тума парсан, е улача пĕветме çаптаркка çаптарма парсан, шăпа туса парса хăвараççĕ. Золотн. Шăпа, жребий, доля, участь, участок.

шăпăрла

назв. наговора. Изванк. Кунта пĕр „шăпăрла“ тиекен чĕлхене анчах çыратăп. Çак чĕлхе ак çапла пуçланса каять: „Ырă мăн туррăн çетмĕл те çич ылтăн кӳлĕ, çав ылтăн кӳлĕсенчен ылтăн çапмапа (= çатмапа?), ылтăн кашăкпа хăçан та хăçан ылтăн шыв ĕçтерсе кайтăр та, çавăн чухне тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе килтĕр. Турăран этем ывăлĕ хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич кĕмĕл кӳлĕ. Çитмĕл те çич кĕмĕл кӳлĕрен кĕмĕл çапмапа, кĕмĕл кашăкпа, кĕмĕл шыв ĕçтерсе-çитерсе кайтăр та, тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич пăхăр кӳлĕ. Çитмĕл те çич пăхăр кӳлĕсенчен пăхăр çапмапа, пăхăр кашăкпа хăçан та хăçан ĕçтерсе-çитерсе кайтăр та, тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ чĕлхи сиплĕ, „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич урапа тукунĕ. Çитмĕл те çич урапа тукунĕсем çине хăçан та хăçан хăмăш шăтса, этем ывăлĕ-хĕрĕ шăпăрла чĕлĕх çавсенчен тутăр та, тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывалĕ-хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич вутлă вучах. Çав çитмĕл те çич вучахшне (= вучах ăшне) хăçан та хăçан хăмăш шăтса тухса, çав хăмăшсенчен кутăн чĕлĕх лартса, шăпăрла туса çĕнтерсе тин илтĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич пӳртĕш хăмпи. Çав çитмĕл те çич пӳртĕш хăмписене хăçан та хăçан юн тулса çĕре ӳктĕр те, çавăн чухне тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич хĕрсе тухакан хĕвел, çав хĕвелсем хĕррисене хăçан та хăçан юн тултарса илтĕр те, çавăн чухне тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывăлĕ хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич тылла пуççи. Çитмĕл те çич тылла пуççисем çинчен çитмĕл те çич купа утă, вилнĕ çын алли-уррипе кĕрепле туса, тутăр та, тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич вар пуç, çав вар пуçсенчен çитмĕл те çич тинĕс тухса, пĕтĕм çынсене путарса вĕлерсен, çавăн чухне тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Пĕр-пĕр лашана юсас пулсан, лашине каштаран каçăртса кăкараççĕ. Хăйсем пĕр-пĕр алтăр çине, çак эпĕ кунта çырнă чĕлхесене каламассерен алтăр çине сураççĕ. Чĕлхе вĕрсе пĕтерсен, шывне лашана ĕçтереççĕ пур усала, пĕтĕм пăсташа хуса кăларăр тесе.

шăран

плавиться, топиться (о масле). N. Тăхлан шăранать. Свинец плавится. || Пылать; палить. Торп-к. Шăрăнса пăхакан хĕвелшĕн. (Клятва). М. Шемерд. Шăранса пăхакан çут çăлтăр... Шăранса пăхакан хĕвел. (Из наговора). Ib. Шăранса çунакан вут. || Тлеть. О сохр. здор. Кăвар шăраннă пек шăранса тăраççĕ. N. Кăвар шăрансан, когда горячие уголья потухнут, когда они едва тлеют. Ромс 29. Вучахра кăвар шăраннă: кăвакăн-симĕсĕн çунса выртнă. || В переносном смысле. N. Çав сăмахсене вуланă чух этем чунĕ мĕн чухлĕ шăранса тăнине кам пĕлмест? || Ослабляться. Сборн. по мед. Ватăлас енне кайсан, пур çын та шăрана пуçлать. N. Ут-выльăха çамрăк чухне чипер пăхса кĕр ӳстерсен, ватăлсан та вăл час шăранмасть, тетпĕр. Ир. сывл. 34. Ĕç вăй-халĕ шăранать. Ib. 25. Ĕç халăх вăй халĕ кунта вут пулса тирпей шăранать. || Убавиться в размере. СТИК. Хайхи мăнтăр сысна епле шăранса кайнă (поубавилось жиру, толщина спала), суха сухаласси чей ĕçсе тутлă çисе выртасси мар çав! Сред. Юм. Пит самăр çын пăртак начарлансан: шăраннă, теççĕ. Скотолеч. 7. Çапла имлесен те лашанăн хырăмĕ шăранмасан... СТИК. Ку шыçă кăшт та шăранмаст-çке, мĕн тăвас? Не опадает (опухоль). N. Пит халь те шăранса çитмест (= халь те шыçĕ чакмасть), ами. СТИК. Ĕне çилли епле шăранса кайнă, кĕтӳçĕ каллах сунă пулас (вымя спало). || Разжижаться. Рак., Кайсар. Арăмсем çăмăлланнă хыççăн ăшне юн хытса ларнипе аптăра пуçласан, çак курăка вĕретсе ĕçеççĕ. Унтан вара хытса ларнă юнĕ шăранса ерипен юхса пĕтет. || Исполнять прекрасно, великолепно, чудесно (песни, музыку, работу и т. д.). N. Симĕс вăрман тумланать, шăпчăк юрри шăранать. N. Вара шăранаççĕ хĕрсем юрăра. || Перевариваться. N. Апат-çимĕç шăранни, пищеварение.

шăтăк

щель, отверстие, дыра; нора, берлога. Капк. Алăка питĕрнĕ. Ăçтан кĕме пултарĕ-ха? — Шăтакран.— Мăн чĕрчун кĕмелĕх шăтăк пулсассăн, пирĕн хваттер сивĕ пулĕччĕ. Сивĕ мар-çке! А.-п. й. 68. Кĕлет алăк айĕнчи кушак шăтăкĕнчен шăвăнса кĕчĕ, тет те, шалалла, çăвăх ырçи ăшне кĕрсе ларчĕ, тет. N. Ман кутăм çап-çутă. (Кĕмĕл шăтăкĕ). N. Кăмака шăтăкĕ, печурка. Орау. Манăн халь те пыр шăтăкĕ тулчĕ ĕнтĕ, урăх анмасть. Мне уж в глотку не лезет. N. Çанă шăтăкĕ, пройма. N. Вал шăтăкĕ, вĕрен шăтăкĕсем, вĕт кĕрпе шăтăкĕ, кĕрпе сăмсипе хывăх шăтăкĕ, кĕрпе çăнăхĕ шăтăкĕ, кĕрпе шăтăкĕсем, çил шăтăкĕ, çу ямалли шăтăк, вăта çĕрти чул шăтăкĕ, хывăх шăтăк, шултăра кĕрпе шăтăк — кашта шăтăкĕ, шăрт шăтăкĕ. Якейк. Çĕлен шăтăка çимен конче кĕрет. Оп. ис. ч. 1. Ку шăтăк çĕлен пурăнаканскерех-ха. Это, смотри, змеиная нора. А.-п. й. 61. Çĕлен-калтасем, ниçта кайса кĕреймесĕр, ăçта шăтăк пур, çавăнта кĕре-кĕре пытанаççĕ. Ib. 14. Акă пĕррехинче вăл хăй шăтăкĕнчен тухрĕ те, кама та пулин хирĕç пулмăп-и-ха тесе, вăрманпала утса çӳрет. Ib. 19. Ула йытă малтанах хăйĕн çĕвĕ тусне упа шăтăкĕ патне ертсе кайрĕ. Лап-к. Çитсен кашкăр шăтăк турĕ, тет, сат картине. А.-п. й. 34. Аякрах та мар пыракан тилĕ вăшт! анчах чăмать пĕр шăтăка. Ib. Пăхаççĕ: сăвăр шăтăкĕ. Пуçлаççĕ хайхисем чавалама çак шăтăка. 93 çул 80. Ăна хăма çине хунă, пуçне мăй таран шăтăк ăшне чикнĕ. Могонин. Çырмасене, шывсене, шăтăксене, тăвайккисене усал илнĕ. N. Витĕр-витĕр темиçе шатăк пулса пĕтрĕ. Янтик. Шăтăк аяла аннăçеммĕн тăвăрланать, çӳлелле ухнăçеммĕн (= улăхнă çемĕн) аслăланать. П.-Пинерь. Шухăшламасăр: тарăн шăтăка тухăп, тесе, ан сик. Н. Лебеж. Шалçине лартрăм, шăтăкне туртса илтĕм. (Загадка). N. Çӳлте те шăтăк, тĕпĕнче те шăтăк, варринче вут. (Сăмавар). Орау. Ку шăтăка тултарса тӳрлетĕр. Заровняйте яму. Ib. 37. Пырать пĕр хăмăр тилĕ йăпăртатса вăрманпа. Ун çулĕ çине сунарçă шăтăк алтса хунă пулнă. А.-п. и. 77. Пĕр йăвăç тĕмĕ айне пысăк шăтăк алтрĕ те, арчана тĕртсе йăвантарса ячĕ. Выкопал яму под одним деревом и скатил в нее сундук с нуждой. Орау. Нушникĕн шăтăкĕ питĕрĕннĕ те, çӳлтен юхса анакан шыв аялти хутри хăваттирсене тухса пĕтĕмпе шыва янă. || Могила. ТХКА 73. Анне мана: ачам, эпĕ вилеп, ман шăтăк çинчи тăпрана пырса тӳрлет вара эсĕ, тет. КВИ. Вилнисене пуçтарчĕç. Шăтăк чавма тытăнчĕç. В. Олг. Шăтăк алтма каятăп. ЧС. Çутăлсан вара хăшне шăтăк алтма ячĕç, хăшĕ тупăк тума тытăнчĕç. || „Преисподняя“. Кан. Шăтăк тĕпне анса каях хăвăн кавалериюпа. В. Олг. Таста шăтăкра порăнат вăл. N. Укçасăр манăн çта шăтăка каяс-и? Ск. и пред. чув. 46. Ăçта шăтăка тарчĕ Микита. Юрк. Пĕчĕкçĕ кăна пуркăм пурччĕ, илсе кĕрсен акă çакăнта хурсаттăм, таçта шăтăка çухалчĕ. || N. Малти шăтăк. || Ямочки при игре в шар. СТИК. || СТИК. Ку укçа шăтăксене саплама та сахал, эсĕ пуйрăн тесе тăратăн. Шăтăка саплас тени парăма тӳлес тени пулать. || Дырявый. Каша. Шăтăк-шăтăк шăналăк, шăна кĕмин — лайăхчĕ. ЧП. Шăтăк кимĕ килет. Юрк. Çĕнĕ сăмавара шăтăк сăмавар тетĕн, ак кунтан тултар. Ск. и пред. чув. 77. Каларĕ вăл еррипе карчăк енне çаврăнса: çамки шăтăк — хупăнмĕ, чĕри татăк — сыпăнмĕ. || Переносно — с изъяном, глуповат. N. Он тăрри шăтăк. Капк. Шăтăк тӳпеллисем пирĕн ĕмĕре çитеççĕ-ха. N. Унăн хăлхи шăтăк (глуховат). Ала 30. Çакă ял çулĕ шăтăклă, çул шăтăкне пĕлмерĕмĕр, хĕрĕ шăтăкне пĕлтĕмĕр. || Кружева. Начерт. 203., Шибач., Икково. КС. Шăтăк илтĕм. См. шăтăкла.

шăтăклă-кăмпа

назв. гриба (пористый гриб, им окуривали). Н. Карм. Шăтăклă кăмпа тункатара пулать, куçăхсан унпа тĕтĕреççĕ; çиме юрамасть. N. Çак шăтăклă кăмпа çине хăçан куç ӳкĕ, çавăн чухне тин килсе ӳктĕр çак Ваççа çине куç. (Из наговора).

шăтăрнак

частокол. Тюрл. Зап. ВНО. Шăтăрнак (Чебокс. у.), ракатка (Буинск. у.), тĕкме (Чебокс. у.), шалча карти, частокол. Сред. Юм. Шăтăрнак, плетень, иначе называется шалча карта. Букв. 1904. Пирĕн пахчапа çак ют пахча хушшинче шăтăрнак тытнăччĕ. N. Вĕлтрен охмах, хăй охмах, шăтăрнак çӳлли хăй ӳсет. N. Шăтăрнак витĕр пăхрăм та çулçишĕн мар, улмишĕн. Синьял. Шăтăрнак тăрри тикĕс пулмасан, сар кайăка кăмăлсăр. СПВВ. ИА. Атте пур чух шăтăрнак карта та карта марччĕ, халĕ çатанĕ çук-çке. Сред. Юм. Çĕн çôл çĕрĕ хĕрсем шăтăрнак тытнă картана хăлаçлаççĕ те икшерĕн-икшерĕн шôтлаççĕ; мăшăрлăн тôхсан, çав хĕр ô çол качча каять, тет, хăраххăн тôхсан, каяймас, тет. || Тюрл. Шăтăрнак = тăла пусаканни. Альш. Тăла шăтăрнакĕ или çатăрка, сурăх шăкĕ тăвас. || N. Шăтăрнак, шестерня, зубчатое колесо. См. арман.

шĕл

сплошной. Б. Крышки. Кăмакара шĕл кăвар. В печи только жар. Ib. Ун тухйи шĕл тенкĕ. У ней „тухья“ исключительно из серебрянных монет. В других местах шĕл = çара, çара кăвар, çара тенкĕ. Слакбаш. Шĕл кăвар, пылающие угли. N. Шĕл кăвар, горящие уголья. Сред. Юм. Вăт çôнса пĕтсе, кăварĕ çиç хĕмленсе выртсан: шĕл кăвар выртать, теççĕ. Чуратч. Ц. Шĕл кăвар, жар. Якейк. Шĕл кăвар, раскаленные угли. Ib. Шĕл кăварпа сăмавар час вĕрет. Альш. Кăмакана халех хупма юрамас-ха, шĕл кăвар выртат (один жар). С. Устье. Çак пирĕн йытта пĕр чашкăпа шĕл кăвар парăр. Чураль-к. Шĕл кăвар çунса выртать, тимĕр сенĕк лартнă, хура кĕçе сарнă.

шĕлкĕшлен

напитаться водою (о снеге). КС. Пĕтĕм уй шĕлкĕшленнĕ, çуркунне пулчĕ (смесь воды со снегом). Хурамал. Сивĕре шыв шĕлкĕшленсе тăрать (пăрланса). || Стать невеселым, грустным. Тюрл. Темскер шĕлкĕшленчĕ-ха вăл (в жару, без аппетита, лихорадочное состояние человека). Сред. Юм. Çак пĕр-ик контанпа пуç ыратнипе ача чисти шĕлкĕшленсе кайрĕ. (Ему что-то не по себе; говорят только о маленьких). || Обуглиться. Тюрл. Мунча пулман ха, шĕлкĕшленсе юлчĕ (= шĕл-кăвар юлчĕ).

Шĕнер киремечĕ

назв. керемети. В. Михайлов. Шĕнер киремечĕ çĕнĕ çĕре кайни çинчен çакăн пек халлап çӳрет. Шопашкар уесĕнче Апаш ятлă ял пур. Çав ялтан çур Çĕрелле тухсан, уй пур. Вăл уя Шĕнер уйĕ теççĕ. Çак уйăн хĕрринче юхса выртакан çырма пур. Вăл çырма Шĕнер ятлă. Шĕнер леш енче вăрман пур. Вăрманĕ „Шĕнерпоç-саккас“ ятлă. Вăрман хушшинче типĕ çырма пур. Типĕ çырман лаппинче хырсем лараççĕ. Хырсем патĕнче пысăк чулсем выртаççĕ. Çав чулсене киремет пӳрчĕн никĕсĕ пулнă теççĕ. Апашра пĕр Микка ятлă ватă старик пурччĕ. Вăл старик хăватлă вĕрӳçĕччĕ. Выльăх-чĕрлĕх е ача-пăча чирлесен, ун патне суртма каятчĕç. Вăл ирхине апат çияччен сурса панă шыва ĕçтерсен, выльăх-чĕрлĕх чăнах та сывалатчĕ. 1860 çулсенче ака уйăхинче çак Микка Шĕнер уйне тырă акма кайнă. Вăл чылай çĕрлерехех уя тухнă. Уйра нимĕн сасă-чӳ те пулман. Тырă акма ытла тĕттĕмрен, çак Микка лашине тăварса утă панă та, хăй урапа патне ларнă. Вăл урапа аяккинче ларнă чух, темĕн çутти курăна пуçланă. Мĕн-ши ку? тесе, вăл сиксе тăнă та, Шĕнерпоç-саккас енелле çавăрăнса пăхнă. Çав Саккас çырминче ĕлĕкренех киремет пулнă. Вăл киремет таврари киреметсенчен чăн асли пулнă. Вăл киремете чăвашсем Шĕнер киремечĕ теççĕ. Ăна турă ывăлĕ тесе хисепленĕ. Микка çав киремет енелле тинкерсе пăхса тăнă. Малтан киремет пурăннă хыр кутĕнчен уйăх çавраки пек çутă çичĕ хут йăлтлатса тухрĕ, тет. Унтан пĕтĕм вăрман çуна пуçларĕ, тет. Вăрмантан хура тумтирлĕ çынсем тухрĕç, тет. Кӳммелĕ урапасем курăна пуçларĕç, тет. Ураписем, туртисем, пĕккисем ылттăнтан тунă, тет. Кашни кӳммине ултшар урхамах кӳлнĕ, тет. Урхамахĕсем йăпкăн-хура, тет. Çыннисем тем çинчен хытă сасăпа кăшкăрашса калаçаççĕ, тет. Киремечĕ пӳртĕнчен чаплă улпут пек тухрĕ, тет. Ун патне икĕ çын пĕр кӳммелĕ урапа çавăртса пычĕç, тет. Хай шавлакан çынсем, киремете курсан, шăп пулчĕç, тет те, хыпаланса урапасем çине ларма пуçларĕç, тет. Вара киремечĕ: „Каяпăр ку çĕртен!“ тесе хыта сасăпа каларĕ, тет. Çĕр чĕтресе кайрĕ, тет. Пĕтĕм вăрмана шотăртаттарса çĕмĕрсе, вут-хĕм каларса мал енелле тухса кайрĕç, тет. Киреметĕн пĕр тарçи урапа çине ларма ĕлкĕреймесĕр çавăнтах тăрса юлчĕ, тет. Паянхи кунчченех çав Шĕнер киремечĕ пурăннă вырăнта унăн тарçи хуралçă пек анчах пурăнать, теççĕ ваттисем.

шкул

школ, школа. ХС. Атти те, асатти те шкул алăкне уçса хупман – çапах пурăннă, вилмен. Кан. Ку шкул ытти шкулсенчен шутласан питĕ начар. Шурăм-п. № 11. Пысăк шкулта вĕренекен вырăссем. СЧЧ. Вăл вилнĕ вăхăтра эпĕ çак Чĕмпĕр школĕнче вĕренеттĕм.

на

возьми, на. Якейк. На сана, инке, çак хаяр корăка хăмлая, тет. Чĕр. чун. яп. й-к. пур. 23. Анчах тăшман аллине хăйне: «на», тесех те памасть.

найăр

на-те! берите! М. Яуши. Найăр, хĕрĕмсем, çак качакана кайса хупăр, тулĕк (только): сыс качака, тесе, ан калăр, тесе каларĕ, тет.

Никĕс пăтти

назв. моления с кашей при заложении фундамента дома. Магн. М, 108. НАК. Никĕс пăтти. Пӳрт лартнă чухне вĕсем (чуваши) никĕсне чипер вырнаçтарса лартса çӳлелле виçшер йӳн (пĕрене) хурсассăн, çавăнта пӳрт варĕнчех пăтă пĕçерсе, турра: çак çĕнĕрен лартакан пӳртре пур семьепе чипер килĕштерсе пурăнмалла тутăр, тесе, хăнахăнăрпала, пĕлĕш-тантăшпала чипер ĕçсе çимелле пултăр, тесе, кĕл-келесе çиеççĕ. Çавăнпа вĕсем пăттине çиме йăлти çынсене пурне те чĕнеççĕ; тата, ăрамра кама курнă, ăна чĕнсе кӳртеççĕ. Çав никĕс-пăттине çиме пыракансем хăйсемпе пĕрле е укçа, е парне илсе пыраççĕ. Парнепе укçа илсе пыманнисем кучченеçсем пĕçерсе илсе пыраççĕ.

Никĕс хывни

назв. обряда при заложении фундамента дома. Ст. Чек. Урайне сарма тытăнсан, хуранпа пăтă пĕçереççĕ. Пĕр штух эрек кăлараççĕ. Çиеççĕ кĕл туса: никĕс хăватпăр, турă телей патăр, çăккăрлă-тăварлă пултăр, тура çак сăккăр-тăвартан иксĕл ан тутăр, выранĕнче çĕрмелле пултăр! Кайран вара четвĕрт те, ытла та лартнă кулять (гулять) тума.

нимĕнскер

ничто, ничего. Изванк. Тимĕр картаран епле нимĕнскер те çĕмĕрсе кĕреймеçт, çак кил-çурта та, нимĕнскер усал та ан кĕтĕр.

ничĕк-курăк

назв. растения, Рус. Якейк. Ничĕк-корăк. Шăла ничĕк çима тапратсан, çак корăка шăл хошшине хораççĕ. Ничĕк çисан шăл тĕпренсе тăкăнать.

ниш

назв. детской болезни, «собачья старость». КС. Ачана ниш пулчĕ (ерчĕ, слабеет, делается вялым). Ib. Нишлĕ. 1) больной ниш'ем, 2) вялый (вообще, хотя и здоровый). Магн. М. 14). Ача ниш, ниш чирĕ, нишлĕ. Н. Карм. Нише кайнă. — Пĕчĕк ачана нишлес такмакпалан, теççĕ. Нише такмакпа (кожаная сумка) сăваççĕ (ворожат), çăкăрпа сăваççĕ: çăкăр пек тулли пултăр, теççĕ; (пĕреллĕ виççĕллĕ) саккăрлă-тăххăрлă сăваççĕ те, пăрахаççĕ такмака, унтан вара ача чĕрĕлекенни чĕрлет. Пысăк çынна та, начаррах пулсан: нишлĕ, теççĕ. Нишĕ тавăрăнса кайтăр, пĕрре сăвап, виççĕ, пиллĕк, çиччĕ, тăххăр, тăххăрăшĕ тăхăр çĕре тавăрнса кайтăр. Якейк. Пирн ачая ниш ернĕ. Ачан, нишленсе кайсан, тирĕпе шăнни анчах йолать. Ib. Ниш ачасене воник çол таранччен ерет. Ниш корĕкпе тĕтĕрсен, нишрен хăтăлать, теççĕ. Могонин. Ниш ак мĕн: пĕчĕкçĕ сăпкара выртакан ачана типĕтсе, хăртса яракан чир. Если йăвăç лартсан, усал йӳçĕ шупа шăварсан, типсе-хăрса каять, çавăн пак ача çуралсан, усал шупа çусан, е амăш сĕт пама пĕлмесен, ачи ырханланса каять те: ачуна ниш ернĕ, теççĕ. Чавашсам ăна ак çапла тӳрлетеççĕ. Пĕр çулталăка çитиман пĕчĕк ачана ниш ерет, ниш ерсен, амăшĕ пĕлет те, нише тӳрлетме ачана вутăпа пĕрле кăмакана хурать те, амăшĕ кăшкăрать: эп хам ачана ернĕ нише çунтаратăп, тет. Нишрен чĕртме çапла сивĕ кăмаканах хутаççĕ. Тата çав ачана тылăпа тыланçи полаççĕ, портăпа касанçи полаççĕ, çĕçĕпе чикенçи полаççĕ, килĕпе тĕвенçи полаççĕ, тата ыттисем те пит нумай, каласа та пĕтерес çук. Амăшĕ кашни сăмахрах: ниш тыллатăп, ниш касатăп, нише чикĕтĕп, нише тĕветĕп, тит, ачана сивĕ хурана ярать те, вучах çине çакать те, хуран айне вутă хуранçи пулать; чăнах та ачи чĕрĕлет, çапла тăрăшса хăтлансан, такам та ĕненмелле, ку пирĕн чăваш хушшинче халь те пур, такамран ыйтсан та, пурте çак ниш çинчен калама пултарать. Латыш. Хăçан та хăçан çак кăмака нише каять, çавăн чуне тин нише кайтăр çак ача.

ниш курăкĕ

назв. растения, convallaria desf. majalis L. Ландыш майский. Рак., Зап. ВНО. Рак. Ача вишлĕ пулсан, çутăличчен çавăн шывĕпе шыва кӳртеççĕ. Кайсар. Ниш курăкĕпе (ландыш) çамрăк чух ачасене шыва кӳртеççĕ. Ниш курăкĕ пысăк вăрманта ӳсет. Çуркунне шур чечеке ларат та, çав чечекрен кайран çырли пулат. Çырли пиçсен хĕрлĕ пулат. Хăй сиплĕ япала. Алри ачасем, аталанимасăр (отражение говора П. И. Орлова), ниш чирĕпе (scr. чĕрĕпе) типсе хăрса кайсан, çак курăка вĕретсе шыва кӳртеççĕ. П. И. Орл. Д. С. Серг, Ниш курĕк; ача нишпе асапланать пулсан, çак курăкпа шыва кӳртес пулать. Чăвашсем. Унтан тата ниш курăкне вĕретсе, ун шывĕпе ачанăн çан-çурăмне ухать. (Çав ниш курăкне вырăсла ландыш теççĕ).

нишле

совершать обряд и наговор для лечения «собачьей старости». Чеб. Ача чирлесен нумайĕшĕ нишлеççĕ; нишлеççĕ çапла: такана айне хораççĕ ачине, такана йĕри-тавра хораççĕ йĕтĕн-сӳс. Она чĕртеççĕ, вара нишлекен такана çине чикет косарпа, вăл калат: ниш, тох, тох! N. Ачана нишлени. Ачана такана çине хураççĕ те çăкăр кĕреçи çине хурса кăмакана виç хутчен чиксе кăлараççĕ. Унтан таканапа ачана йăтаççĕ те, картиш тăрăх йăтса çӳреççĕ. Пирвай пусмайне илсе кĕрет те, кала пуçлат: «Йытă-качака нишĕсем, чăх-чĕп нишĕсем, сысна нишĕсем, кушак нишĕсем — пурте тухтăр çак ачаран», тет. Унтан витене илсе каяççĕ, унта та калаççĕ: «Лашасем нишĕ пулĕ, вăлсем те тухчăр, тихасен нишĕсем — пурте тухчăр». Унтан картана илсе каяççĕ те, калаççĕ: «Ĕне нишĕсем, сурăх нишĕсем, путексен нишĕсем, пăрусен нишĕсем, пурте тухса вĕрен çине вĕçсе кайччăр», теççĕ карчăксем. Латыш. Амăшĕ, юмăç каланă тăрăх, нишлеме пĕлекен ватă карчăк патне илсе каять ачине. Ib. Час-часах начар апатпа ик-виç çулхи пĕчĕк ачасем пит начарланаççĕ. Пĕчĕк ачан мăйĕ çинçелет, хырăмĕ пысăкланать. Амăшĕ, юмăç каланă тăрăх, нишлеме пĕлекен ватă карчăк патне илсе каять ачине. Нишлеме иккĕн кирлĕ: пĕри карчăкки, тепĕри евчи. Нишленĕ чуне пӳртре çăкăр пĕçереççĕ. Карчăкки ачана пикелет (= пиелет) те, çăкăр кĕреççи (= кĕреçи) çине хурса вĕри кăмакана çăкăр çине виçĕ хут чиксе кăларать çапла мăкăртатса: «Çак ача кăмака нишне кайнă пусан, кăмака нишĕ тухтăр çак ачаран; кăмакана юлса çунса кайтăр вăл; хăçан та хăçан çак кăмака нише каять, çавăн чуне тин нише кайтăр çак ача. Амăшĕ пиçикине салтать те, хĕвĕнчен чиксе аялтан виç хут кăларать. «Таса ача çуралать», тет карчăкки. Тĕп сакайне виç хут чиксе кăларать карчăкки. «Тĕп сакай ниш тĕп сакайне юлтар», тет. Сӳсмен витĕр виç хут кăларать. Сӳсмен нишĕ тухтăр çак ачаран, тесе. Ачине арăк çине хурать те, кĕлте çыххипе сăтăрса, çапла каласа ларать: «Тыр вырнă чух ача кĕлте çыххи нишне кайнă, вăл ниш тухтăр. — «Ача мĕнле нише кайнă ку?» тет евчи. — «Мучала нишне кайнă, мучала пек çемçелнĕ, мучала нишне кăларап-ха, тет карчăкки тирĕк мучалине сăтăрса. Евчи ыйтать: «Мĕн нишне кайнă?» — «Ача тăрна нишне кайнă та, ăна кăларап-ха, тет ачана тăрна тĕкпе сăтăрса. Ачан хырăмĕ пысăкран такмак ăшне виç хут чиксе кăларать. «Такмак ниш тухтăр». Унтан евчи авсăн таканипе чăх, лаша, хур навусне илсе кĕрет. Карчăк ачана çав навус çине хурса авăсать, çапла каласа: «Чăх навусĕ, ху нишна ху исе кай, хур навусĕ, ху нишна ху исе кай, лаша навусĕ, ху нишна ху исе кай». Навусне ачи мĕннипех шăпăр шăтăкне тăкать, хăй прехмай хуллен мăкăртатать. Пăртак тăрсан ачине илет те, кĕрĕкпе чӳркесе сак çине хурать. «Виç куçлă ие тухтăр, пусма айĕ ийи тухтăр, карта ийи тухтăр, кăмака ийи тухтăр, уй ийи тухтăр, вăрман ийи тухтăр»... тесе пит нумайччен ачана пилеш хуллипе çаптарать. Ачи пит макăрать. Карчăк ачана илнĕ чуне евчи ыйтать: «Ачаран нишисене, ийисене пурне те кăлартăн-а?» — «Йăлтах кăлартăм, пĕр ниш те юлмарĕ», тет карчăк. Унтан вăл курка çине шыв, кĕл, кăмрăк, тăвар ярса, алăк янаххи çинче ача пуçĕ йĕри-тавра виç хут çавăрать те, çав шывпа ачана çăват. Вара ачана тула исе тухать те, чӳрече витĕр амăшне тыттарать. «Таса ача парап сана, нишсем, иесем кайнă унтан», тесе. Амăшĕ илет те, шур кĕпе тăхантарать. Ку чăваш йăлине авалхи тĕне кĕмен кăрчăксем анчах пĕлнĕ. Халь пирĕн ялта пĕр карчăк пĕлет. Ман анне евчи пулнă çак ачана нишленĕ чуне, анчах карчăк сăмахĕсене пит шăппăн калать, тет, çавăнпа пурне те лайăх илтмелле мар, тет.

ник

(н'ик), подр. верещанию (визгу) свиньи. N. Сысна йăтă тулланă чухне ник! туса çухăрать. || Подр. звуку гармоники. Якейк. † Ник-ник (н'ик-н'ик) кармони, çак кармони мĕн калать.

нипольнă

(н'ибол'нŏ), ведь (от русск. «небольно»). Якейк. Ача, çак орпая вырса тохма полăш-ха! — Хăвăр та вырăр, нипольнă эсĕр мана орпа пашальӳ çитармалла.

нумай

, номай, нуммай, много, в большом количестве. О сохр. здор. Тата урăх тĕрлĕ те нумай сивĕрен пăсăлма пулăть. Т. Григорьева. Нумай пĕтет, сахал çитет, теççĕ. (Послов.). Ib. Нумая шыраса сахалсăр юлать, теççĕ. Якейк. Нумай пĕл те, сахал калаç. Б. IЗ. Нумай пĕтĕ, сахал çитĕ, пĕрле пурăннине мĕн çитĕ? N. Сахал пулсан та, нумай туса ил. Регули 867. Номай çын кайрĕ, вилчĕ; çынсам кайрĕç, вилчĕç. Ib. 868. Онта номай çын сана полăшмалли. Ib. 417. Кăçал кайăк номай поль. Ib. 229. Эп ĕçлекене номай корса, кон пак ĕçленине (ĕçлекене) корман. Ib. 216. Ман паян ĕçлекен номай. Альш. Вăл хĕрлĕ йĕмре те çавăн пекех пуринчен ытла хĕрлĕ нумай. Хĕрлĕ çине е кăвак, е шурă, е сарă кӳртнĕ. Вишн. 71. Нумай çĕрте çырмасене е арманшăн, е шыв кӳлентерсе тăратасшăн пĕве-пĕве хураççĕ. Ib. 61. Выльăхсене çуреме сирĕн çаран пулсан, анăрсене çаран тăвăр. Апла пулсан, сире наклат пулас çук, усси нумайрах пулĕ. N. Выльăх нумайтан мар ку япала, пирĕн çарансем питĕ начарланса кайрĕç. Альш. † Нумайран мар çак кунсенче хĕрсемпелен вылярăмăр. Нюш-к. Чăвашсем кулакан çынтан: нумаях пулас çук унтан, теççĕ. С.-Устье. Нумай та пулмарĕ, тет, пĕр ывăл фунарпа хĕç илсе çав салтаксене вĕлерме пычĕ, тет. N. Нуммай та хăвармарĕç. Совсем мало оставили. ЧП. † Арчи-арчи панулми, хĕрлинчен шурри пит нуммай. Орау. Тăрничакки (назв. какого-то предмета в игре) нуммай вĕçлĕ енĕпе (пуçĕпе) тăрăнсан, тăрăннă вĕçĕ миçе вĕçлĕ, çеккĕлне çавăн чухлĕ турата шутласа хапартса лартаççĕ. || Намного, много раз. Регули 1379. Вăл мантан номай ăста (мантан итларах ăста). N. Вăл Байкал кӳллинчен нумай хĕвел тухăçĕ енче. Висĕ пус. ЗО. Вĕсен тымарĕсем, çĕре ытти тырă-пулăсен тымарĕсенчен нумай тарăнтарах кĕрсе кайса, унтан хăйсене валли нӳр илсе тăраççĕ. N. Кун пек туйсенĕн ăрасхучĕ пĕр çирĕм пилĕк тенкĕрен нумай ытлах пулмасть. Баран. 12. Манăн умра нумай çӳлте, Днепр шывĕ тĕлĕнче, авалхи хула Киев тăрать. Альш. Ют ялтан хĕр-сăри каçпа, нумай çĕрле, тин тавăрăнат. || N. Аллă нумай-и, çирĕм нумай-и? Что больше: 50 нли 20? || Самое большее. Хорачка. Вăл отмăл конта полат, çарнат тырă ене, нумай ларат отмăл олттă сутка, вураччă, çапаччă. О сохр. здор. Ăна (шкуру) сутса эпир нумай укçаллă пулас çук, пит нумай пĕр виçе тенкĕ илĕпĕр. || Долго. N. Нумай ан çӳре. Долго не ходи. N. Эп пырсан (килсен), нумай та тăмарĕç, вăсем те персе çитрĕç. Ала 15°. Нумай та пурăнман çамăрк хуçа, киле хăш кун киле çитмелли çыру янă, тет. N. Ыранах кантура кайса çыртар (заяви жалобу). Нумая ан яр (не откладывай). Никит. Матки килеймерĕ-ха, темме нумая юлнă. Изамб. Т. Нумай выртап-и? сахал выртап-и, пирĕн йытă вĕре пуçларĕ. Альш. Акă кайрĕç, тет, салтаксем хăвалама. Акă нумай пыраççи, сахал пыраççи, хай салтаксем çитеççĕ, тет. Регули 1236. Вăл онта номай порнать. Вăл килни номай полать. Ib. 1238. Номай полмаçть вăл контачĕ. Ib. 848. Ман паян номая пырас çок. Ib. 807. Номай полать эп она çĕклесе çӳрени. Букв. 1904. Нумай пулчĕ-и, сахал пулчĕ-и, юлташсем мана кăшкăра пуçларĕç. N. Нумай тăмаст, бывает непродолжительно. Якейк. Çомăр нумая каþ. Ib. Ма нумай тăрать. Как долго (тянется). Кан. Вăхăт çитсен каласа парĕç, нумая кĕтнĕ, сахала кĕтĕпĕр. Ib. Эсĕ вăхăт нумая кайиччен Кĕркурирен укçуна илме тăрăш. ППТ. Тепĕр касса кайсан, вара нумаях çӳреймеççĕ. Нумай кĕрсен, пĕр-ик-виç килле кĕреççĕ. Юрк. Нуммай та çапла çывăрса выртмаççĕ, хай сӳннĕ, тесе, пĕлнĕ. Юман кăмпийĕ çĕнĕрен амаланса кайса çуна пуçлат.

нумăр

, нумĕр, номер. Шорк., Альш. Кан. Тупăкĕ çине çунман нумĕр палли туса хураççĕ. Ib. Юпан 5-мĕш кунĕнче çак икĕ хаçатăн та пĕрер нумĕр тухнă. Кама 28. Ку нумĕрте çук (тепĕрне илет).

нушта

(нушта), нужда. КС. Вăл нушта курманскер мĕн курасса пĕлет (не думает о будущем). Собр. † Эпир курас нуштана турă сиртĕр. Якейк. † Çич ял çинче варлич, çич хут шопăр корсан та, çак нуштаран хăтарас çок. Ib. † Пор те пир пек (= пирĕн пек) ан полăр, çак нуштая ан корăр. N. Курман нуштана куртăмăр. Могонин. Пурăннă çĕртех хĕрхенмесĕр çынна нушта кăтартса усрать тухатмĕш. Капк. Нушта — чăн-чăнах нушта, яма çук нушта. N. Ман пуç çине калах нушта килсе ларчĕ. N. Салтак нушти, Сеприван, питĕ хĕнĕ.

пай

часть. БАБ. Виç пайĕнчен пĕр пайне çиме пар, икĕ пайне сутма пар (о хлебе. Моленье ӳчӳк). Çĕн-Кипек. Ал татмалла вылянă чухне, пурте, кам выляс тиекен, икĕ пай çине (на 2 части) уйăрса тăраççĕ. N. Ко (= ку) ним тума пĕлмерĕ, тет. Йăпăр-япăр кăсинчен çĕçĕ кăларчĕ, тет те, лашана пай туса утса ячĕ, тет, сапор орлă, хăй ухса выртрĕ, тет, лупас тӳпине. || Доля. СТИК. Ку, сан пай-и манăн-и? Эта твоя доля или моя! Альш. Ку таврари пур пулăлă кӳлĕсене, унтан тата Сӳнтĕкрен пуçласа Пушча çитиччен Сĕвене, Этремене те, çав Сатик (имя татарина) кайса илет те хыснаран, унтан вара Элшелсем, Мертлĕсем пулăçăсем пĕр аллă-утмăлшар тенкĕлĕх пай кĕреççе. Хакне кӳллине кура кĕреççĕ-тĕр. Кусем вара хăйсем тата атмапа мĕнпе тытма кĕрес тиекенсене пĕр-икĕ тенкĕлĕх пай кӳртеççĕ. П.-Пинер. Ху пайна пăрахса, çын пайĕ хыççăн ан чуп. (Послов.). Юрк. Ашшĕпе амăшĕ вилсен, çак вилнĕ çын тенĕ çын, хăйĕн пиччĕшĕсем патне вырăсла çыру çырса ярса, ашшĕпе амашĕнчен юлнă япаласенчен хăне валли пай уйăрса пама ыйтат. Ib. Хăрпа пĕрле юнашар тăрса ни суха сухаламаст, ни утă çулмаст, ни авăн çапмаст, нимĕн тумаст, мĕшĕн ăна, вилнĕ çынна, кăлăхах пай парас. N. Пĕр юман икĕ пая тухрĕ. Манит çурă ун пайне тӳлерĕмĕр. N. Ку хута икĕ пай тӳлесе илмеле пулсан та, ан çилен || Порция (напр., мяса и пр.). СПВВ. ТА. Пай = аш. N. Атя, çак пăлана çурмаран уйăрар, вара, эпĕ малтан хам пая çисе пĕтерсессĕн, эпĕ сана çийĕп, эпĕ малтан пĕтерсессĕн, эпĕ сана çийĕп(?). || Мера земли Шибач. Пĕр пай пусăк ана (целая десятина). N. Пай, цлощадь земли = 10×100 и 10×120 саж. Питушк. Пай, часть лугов (çаран). N. Ху ятпайна вахăтлă кăтартмарĕç.

паян-ыран

«сегодня-завтра», в эти дни. С.-Устье. Çак салтак пĕр мăн вăрмана тарса пытанчĕ, тет, паян-ыран пурнă, тет. N. Халĕ паянпа ыран вăрçăра мар-ха, вăрçăран пĕр вунă çухрам аяккалла илсе килчĕç. N. Сана кашни кунах кĕтетпĕр: паян кили, ыран кили, тесе.

паварлат

варить пиво особым способом. Юрк. † Паварлатса сăра турăм, лаша кӳлсе йыхрава кайрăм çак тăвансемпе ĕçме-çиме.

павăшкă

повитуха, акушерка. См. павăшка. Питушк., Чертаг. Шибач. См. епи карчăк, С.-Устье. Çак карчăкăн çапла каласан (после этого разговора) хырăм пысăкланать, тет: ача çуратас умĕн прикашчика ют патшалăхран павăшкă илме ячĕ, тет.

палла

узнавать, признавать, отличать, приметить. ТММ. Йытти йышне палламасть. Ib. Хурапа шурра паллаймастăн = хурлăхпала ырăлăха паллаймастăн. Кан. Çунтарнă çыннăн ӳчĕн кĕллине палласа ил. Якейк. Эп ăна нихçан та корман та, палламас (не знаю). Ib. Темле куçа чарса пăхсан та, паллимас, ниснай такам килет. Сёт-к. Эпĕр тепре килнĕ чох эсĕр пира паллас çок. Ib. Палласа çитрĕм. Познакомился, близко узнал. Бюрганский. Спаççипă сана, ачам, ӳлĕм юри калаçса ларма кил, ĕнтĕ, пĕри-пĕрне паллăпăр! N. Эсĕ вĕсене палла тăратăн, уххусене пичĕсене тĕллесе ярăн. Янш.-Норв. Чăнахах та халĕ ăна пăхса паллас çук, хуçа пекех пурăнать. Регули 1076. Эп она кĕпинчен (сассинчен: кĕперен, сасăран) палларăм. Ib. 1077. Çак палли çинчен палларăм. Сред. Юм. Ôна такам та паллать. Он пользуется популярностью, так что его все в околодке знают.

паллă

знак, метка, примета, отметка, изображение. Альш. Пирĕн ана çине пуртă палли (-λλиы) тунă (изображение топора). Ib. † Сар шăрçапа шур шăрçа тиркĕ çинче палли пур. ГТТ. Çынсем каланă хыççăнах çыркаласа панă та, эпĕ вĕсене (записи), сăмахсене, ик-виç паллăпа ик-виç паллăпа кăна чăпарла-чăпарла кайнă (кое-как записано). Полтава 57. † Патша пулас ыр паллă сан куçăнта курăнать. Никит. Тухатмăш карчăксем е калăм каç, е кĕлт маларах кам çыннине тухатмаллине паллă туса хураççĕ. N. Халĕ çуркунне палли пур çĕртрен те курăнать. N. Алă палли туса хăвартăм, такăшĕ ухтарнă арчана. (Вместо этого: сăнавшăн паллă туса хăвартăм). Эльбарус. Çак вăйă пуçлаччен кашни уйăрлса, пĕр-пĕринчен аякрах кайса паллă йоман котне: ко ман килçорт полать, тесе йышăнаттăмăр. ЧС. Манăн алă тӳрленсен те çав сикнĕ палли çухалмарĕ. Юрк. Ку масарăн палли-мĕнĕ те пулас çук. Разум. Кăçтан аслă çул каймаллине паллă тăвакансем (намечавшие путь для дороги). Н. Тим. † Çирĕм пĕре çитнĕ ачусене шур хут çине паллă çавăрнă. N. Паллă (у овец). См. тăлăм. || Известно, ясно, точно, определенно. Чхĕйп. Чăвашсам нумайше хăйсен ĕмĕрĕнче ырă кĕтӳç куриман, малалла паллă пулĕ вăлсĕн пуçлăхсĕм. Сред. Юм. Хакĕ паллă ôн. Известна уже цена. Ib. Хакĕ паллă мар. Цена еще не определена. N. Паллах вăл, çыру пĕлмен çын тĕнче çинчен ăçтан пĕлтĕр. N. Хăш чухне, паллă, ăна та шухăшласа пăхаттăм... Сборн. по мед. Ун чухне пĕр çĕрте вунă çын чирлесен, виççĕшĕ, паллах, вилнĕ. N. Эпир тĕнчене нимĕн те илсе килмен; паллах, нимен илсе тухма пултарас çук. Юрк. Çапла «бзав» тенине пĕлсе, лешсем, паллă, кула пуçлаççĕ. || Заметно. Регули 157. Ойăх толнăран паллă. N. Хăш чух çав çутă тĕнчене паллах сарăлать, хăш чух пĕр енчен кăшт начарланса тепĕр енелле куçать || Точность, определенность, ясность. Юрк. Ун выранне халĕ пĕр çын та илмен, кама кӳртес теннийĕн те палли-мĕнĕ çук халĕ. N. Никçан тухса каясси палли çук. Неизвестно, когда выйдем. N. Кăçан вăрçа кĕрес палли (scr. пали) çок. || Выдающийся, заметный. ЧС. Ялти паллăрах çын, более или менее выдающийся. N. Унăн ашшĕ-амăшĕ пит пуян, чапла, Колычĕв хушаматлă паллă улпутсем пулнă. N. Пирĕн ял нимренех те паллă мар. || Борозда, которая делается на загоне для удобства при сеянии. Вурман-к. Паллă-лăха (борозда, для удобства сеяния). || Мишень (цель для стрельбы). N. Салтаксем палла пеме кайрĕç. Солдаты пошли стрелять в цель. КС. Хăш пăшал палла лайăх тивет, кайăка тимест, тиççĕ чăвашсем. Орау. Палла переççĕ. Ib. Палла виçĕ пульккă тиврĕ. Ib. Палла тивертрĕм. Попал в цель. || Собр. Лара-тăра пĕлмен çынна паллă килнĕ, теççĕ. (Послов.).

панулми

садовое яблоко. Собр. † Хĕрĕсене пăхрăм — пан улми. Шел. П. 56. Панулми пулнă çул унта кĕрепенки 2–3 пус анчах пулать. Н. Карм. † Пирĕн çак тăвансем панулми. Сиктер. † Чупрам антĕм аната, мулла хĕрĕсем кĕрпе çăваççĕ: хĕрĕсем çине пăхрăм — панулми, кĕрпи çине пăхрăм — вир кĕрпи. Янтик. † Пахчи-пахчи пан улми, чи тăрринчи сар улми.

папай

(пабаj), старик, дед. ЧС. Эпир, ĕлĕк папайсем каланă йăлапа, сĕрен хăваласа çӳретпĕр-ха. СПВВ. ФИ. Папай = асатте. СПВВ. ФВ. Ватă çынсене чĕннĕ чух: папай, кил-ха кунта! теççĕ. Тата папай тесе, аслатине калаççĕ: папай хытă авăтрĕ паян, теççĕ. ППТ. Çак папайран чир-чăр вĕçтĕр. (Сĕрен). Магн. М. 183. Килĕр папайсем, эписем, ачасем мункун курма. Сирĕншĕн çăмарта, пĕлĕм пĕçернĕ. Богдашк. Пурнескине папая патăм, папай мана икерчĕ пачĕ. N. Пыраттăм, пыраттăм, пурнеске тупрăм, ăна папая патăм (папай = ватă тутар). БАБ. Эпĕ курман та, хайхи Миттюç папай та пырса ларнă. Я и не видал, как пришел дедушка Митюç. (Чӳклеме). Бес. чув. 19. Эсĕ вара, Мустафа папай, лайăхах пĕлетĕн-е? Сред. Юм. Торхан папайсĕне, Хосана тытса илнĕ вăхăтра, пичке ăшне хопса, сăртран костара-костара ярса вĕлернĕ, тет. См. эпи. Тюрл. Папай — самый старик. Торă папай — Çӳлти Торă. || Бог (детск. сл.). А. Турх. N. Турă папай сыхласан, пурнăп-ха. || Гром. N. Пĕр икĕ кунтанпа кунта çĕр çĕмĕрлет, папай алтнă пек кĕлтĕртеттерет. Вопр. Смоленск. Папай вăрăмăн авăтсан (виççĕ, тавлăкран тăваттă чарăнмасăр тăрсан) йĕпе вăрăм пулать. ЧС. Папай авăтса çумăр çунă вăхăтра ан кай (не поезжай), аçа çапса вĕлерĕ. Ib. Папай авăтса çумăр çунă чухне ĕçлеме юрамас. Нюш-к. Анçи, ачам, папай çапать! (Говорят детям, когда раньше времени они едят яблоки). М. Васильев. Сохаласан-сохаласан, таçтан çăмăр тохса папай алта пуçланă. Собр. Папай авăтнă чух чӳречерен пăхсан, папай çапат, теççĕ. Сред. Юм. Папай алтмасăр çĕр чавма йôрамас. До первого грома землю нельзя рыть. Ib. Папай алтни, гром.

папакка

(пабакка), дитĕнышек. Изамб. Т. Çак пĕчĕк папаккам хăçан пулăшма пуçлĕ. . Ан йĕр, папакка. Янтик. Папакка — 1) так называют ребят; 2) так же называют и взрослого, но с иронией; так, напр., если довольно взрослый играет с ребятами, то говорят: папакка вылять.

папи

(пабиы), как раз, подсилу. Якейк. Çак Тимоххайăн халь çăпата тума папи (сан авăн çапма папи, тырă вырма, хотла вĕренме и др. — уже пора). СПВВ. Папи ĕнтĕ сана суха пуçĕ тытма (= вăхăтлă). Ib. Вăй-папи = вăй-питти. || Мастер?. Шарбаш. См. папий.

пар

дать, давать, подавать, отдавать. Турун. Хуçа вара: çĕр тĕнкĕ парап пĕр çăмартине, тенĕ. Регули 509. Эс окçа та паман-ç халь мана. Ib. 450. Ман хамăн номай полинччĕ, (номай полсан) парăттăмччĕ. Ib. 676. Эс пани çĕмĕрлнĕ. Ib. 662. Эс панă окçа конта. Ib. 663. Эс панă окçана эп çохатрăм. Ib. 664. Атти мана панă лаша лайăх манăн. Ib. 312. Вăл мана окçа панă полсан, эп каяттăмччĕ. Ib. 1082. Çак утшăн çĕр сом парать вăл. Ib. 671. Мана паракан çын çавă. Ib. 320. Вăл мана окçа он чох парсаччĕ, эп кайсаттăмччĕ. Ib. 293. Окçа пор хошăра кисен, парăп сана. Ib. 1458. Эп итрĕм онтран, вăл мана пачĕ; при (= пĕри) килте, тепри вăрманта. Ачач 99. Мĕн юрать? парам акă сана пĕрре. N. Ним те парса кăларманшăн... N. Халĕ эсĕ кама парса ыр кăтартатăн. КС. Памаллах пар, совсем отдать. ЧС. Вара пур ачасене те икшер çăмарта парса тухат (раздает). Хурамал. Çырлаха пулин пар, турă. Кан. Сахал пачĕç, терĕ çуннă çынсенчен пĕри. Юрк. Эй, чунăм, эсĕ мана çурри чуна çурса париччен, пĕтĕм мулна парасăнччĕ, тет. ТММ. Аллупа пар та, урупа ут. Орау. Парсам, ан тилмĕрт çынна! Отдай, не томи человека! (Говорит жена мужу о другом человеке). Ib. Каймасп — парам эп сана, кахала. Ib. Пуç ыратать — парам эп сана. Сред. Юм. † Кайса кôрас теейсе, малтан хыпар патăмăр (известили). N. † Хура çĕр айне кĕмĕттĕм, хура çăрха парса юлăттăм. СТИК. Сассăна ан пар (не подавай голоса), анти шыраса çӳретĕр-ха, эпĕ ӳсĕрсен тин сиксе тух. (Говорят, когда ради шутки или всерьез спрячут кого-нибудь при приходе постороннего лица). Никит. Салтакран ним парса та йолмасть (не отстает), тет. Синерь. Икĕ ывăлне икĕ çĕре кĕтю пăхма панă (отдал в пастухи). N. Хăйĕн аслă ывăлне вĕренме çын патне панă (отдал на ученье). Ала 8°. Эсĕ пирĕн çуккине ăçтан парса çитерĕн. ||Сдавать. Ирч-к. Атăл параççĕ. Сдают Волгу. || Орау. Паян географипе экзамĕн патăм. || Выдавать замуж. Якейк. Арăм илес тесен те, парас çĕртен парас çок (не выдадут). || Принести в жертву. ЙФН. † Корак-касси хĕрĕсем, пирĕн пата пырасшăн, турра така панă, тет. (Туй юрри; насмешка). НАК. Тата киремете пама ял пуçне пĕрер вăкăр е така хатĕрлесе хураççĕ. || Бить, ударять. Кан. Шалта рояль клавишсем çине чышкăсемпе параççĕ, тулта вăрçаççĕ. Янбулат. Опăшки тăчĕ те, ачана ричакпа парать те парать, хытă хĕртрĕ ачана. Йӳç. такăнт. 17. Атте тухса кайнă чухне, лашана пĕр-иккĕ пачĕ те, кайăк пек тухса вĕçрĕç. N. Лайăх тăракан çыннах пычĕ те, хăлха чиккинчен пĕрре пачĕ (ударил по уху). || Copiam sui facere, marem ad se admittere. || Доносить, ябедничать, клеветать. N. Вара ун çннчен элек парса, ăна тимĕрлесе тĕрмене хуптарнă. || Употребляется в качестве вспомогательного глагола. Толст. Ыран кил-ха, уйăрса парĕç (отроятся), эпĕ вара сана амине кăтартăп (матку пчелиную). Юрк. Сăрисене ĕçсе параканнисем, куркисем тĕпне укçа ярса, тепĕр хут сăра тултарса кĕрӳшне ĕçтереççĕ. Ib. Никăш пĕлсе каласа параканни çок. Орау. Апат çисан кайса пама пулать ăна. Ib. Чăмласах памалла-им тата? 1) Неужели ты не понимаешь? 2) Ешь, раз тебе дали. Эльбарус. Пĕр çын чопса пыра парать. Имен. Виç çол иртсен Елена Петр ятлă ача çоратса панă, а Фекла Нйколай ятлă ача çоратнă. N. Теçеткийĕ 40 тенкĕ тăрать те, сире катса паратпăр ĕнтĕ (сбавим); илĕр, илĕр! тесе кăçкăраççĕ. Чăв. ист. 31. Чăваш чĕлхи укăрпа финсенчен пуçланса кайнине ниепле те кăтартса пама пулас çук, тет. О земл. Тарăн çемçе сире (в слое) тырă тымарĕсем сарăларах параççĕ. N. Кĕлтĕне капан çине ывăтарах пар. Менча Ч. Утемĕш вăл хăй çынсене пит нуммай асаплантарнăран, хăй те: асапланарах патăр-ха, тесе часах тӳрлетмен, тет. Орау. Çиярах парăр (ешьте больше), çиярах парăр, каçсăр урăх апат мĕн пулас çук. Юрк. Вĕсем çавна курарах парасчĕ. Абыз. † Тухать и та тухмаçть-и, часрах туха парсассăн та, хĕреслĕ тенкĕ парас, тит. (Свад. п.). БАБ. Хыçалалла çаврăнса пăхатăп та, хам патăмрах пĕр темĕскерле, пăхма çук хăрушă, уна пекскер тăра парат. N. Вăл çапла лашине хăварса чупса пынине пĕр çын пăхса тăра панă (как раз видел), тет. Т. VII. Малти (человек) пĕр усăнса тăракан çаппа тытрĕ, тет те, кайри (человека) çине яра пачĕ (как пустит, в лесу), тет. ЧС. Эпĕ ăна куртăм та, хама калла килсе хĕнесрен хăраса, киле тара патăм. N. † Ташлăр, тантăшсем, симĕс шăрçа ярăмĕ пек; силленеех парăр-ха, сарă шăрçа ярăмĕ пек; саркаланса парăр-ха (= развернитесь-ка во всю, чтобы показать свое искусство в пляске. Хĕр йĕрри). Кан. Лач-касси ялне кăçал çула Яншихăв леçниччĕстви 81 ĕне Тăрмăш таччине ямалла туса пачĕ. ТХКА 38. Хамăр ĕçлемесен, пире çын ĕçлесе парас çук. N. Лучше эсĕ авланса ямалла та и пурăна памалла. N. Пристăнь çинчен пакаш йăтса та параççĕ, шыв та йăтса параççĕ, вутă та татса çурса параççĕ. Баран. 98. Çав хушăран эпĕ ăйха кая панă. ВС. Разум. КЧП. Эсир сĕтел хушшинче ĕçлерех паратăр çав. ТХКА 27. Асту, ӳке паран. N. Вĕсем каялла çавăрăннă та, тара панă. СТИК. Чупа панă (чупса çитнине чарăннине кăтартмаст; чупрăм карăм, чупрăм килтĕм, чупрăм çитрĕм — обозначает законченность действия). Альш. Лешсем урайне шурă кĕçе сарса хураççĕ, тет. Качаки варалать парать, тет, кеçине.

Паþак

(пар'ак), имя мужч. Б. Олг. Эссĕр чох: нойăк, нойăк, нойăктăр, вакша кĕрĕк тăхăниччен Паþак тойĕ иртсе карĕ; ох-чох чохăлта, чохăлта капар пĕр капар, эп чипер те эс чипер, чăн чиперри çак ача.

пасар çул

пасар çулĕ, дорога на базар. Синьял. † Çак ял витĕр пасар çулĕ. Ямаш. Пасар çоль (с'ол'). дорога на Вылу.

пасмана

то же, что пасман. Череп. Пасмана = 4 пăтавкка (около 4 пудов). Трхбл. Пасмана — четыре меры (пудовки). Прокопьев. Çак хăта пирĕн çак туй халăхне кĕтсе сăра тунă иккен; сăрине çичĕ хут тунă, çичĕ хут туса çичĕ пасманаран тунă. (Такмак). Пазух. Ют ял каять пасара пасманипе хывăхпа, Чакă каять пасара пасманипе тулăпа. Кан. Пасмана — 100 килограмм. Изамб. Т. Кӳлли пĕчĕкĕ пуль? — Кӳлли те пĕчĕкĕ мар. Ултă пасманаран сăра тума çитет. СПВВ. Пасманаран пыл хыврĕç, тет. Чăвашсем. 11. Пĕр пасмана пăри илчĕ, пĕр пăтавка хура тул çăнăхĕ илчĕ, пĕр тенкĕ укçа илчĕ, çур штав эрех илчĕ. Цив. Пасмана, кадка.

пат

(пат), подр. глухому звуку, получающемуся при ударе, напр., в барабан. Орау. Вăсем туйра урнă пек хăтланаççĕ. Шăппăри темскер пек мĕкĕрет, сасси пĕр ана тăршшинчен ытла каймасть. Хăйсем юрлаççĕ, сикеççĕ, юрланă майпе, сикнĕ майпе параппанне пат! пат! тутараççĕ. Кильд. † Пат, пат параппан, параппан кантри татăлчĕ. Сред. Юм. Мана ахаль, ĕрескел çыннах (невинного, непричастного), пычĕ те, пат! та пат! пат! та пат! тутарса çапа пуçларĕ ôлă. Толст. Тилле пуçĕнчен пат! тутарчĕ (цепом). П. И. Орл. Чышкăпа пат! чышса илеççĕ. Сред. Юм. Пĕр нăрă нĕрр! туса манран иртсе кайрĕ те, пӳрт пĕрени çомне пат! пырса перĕнчĕ (ударился). || Подр. звуку, получающемуся от вылетания пробки при раскупоривании бутылки. Сред. Юм. Эрех кĕленчине лăкаççĕ те, ал çине лат! лартаç те, пăрапкă пат! сиксе тохать. || Подр. звуку при разрыве или лопании. Сред. Юм. Кĕпçе татнă чохне пат! туса таллать (= татăлать). Ib. Хот копăс кĕрĕкне (меха) патакпа тĕртрĕм те, пат! шăтайчĕ. Якейк. Çăпата кантăри пат татăлса карĕ. Кайсар. Хытă туртнă майпа пат татăлса анчĕ. || Подр. звуку падающего предмета. Ядр. Матяккине учаха ятăм, шат! терĕ, пат! терĕ, Патăр ялне (вероятно: пад'ы̆рjал'не) кĕрех карĕ. || Подр. звуку падающих крупных и тяжелых капель. АПП. † Пат! пат! тумла тумлат-ĕçке. Альш. Çурам çинчен пат-пат! тар юхать. || Подр. звуку при срывании. БАБ. Автанĕ пан улми пахчине кайнă, унта пĕр улмине пат! татса илнĕ те, йăтса килсе çак кĕреке умĕнчи сăра ăшне янă. || Подр. отрывистости в речи. К.-Кушки. Пат татса калаçаççĕ. Говорят отрывисто, напр., употребляя выражения, подобные: çаран чарнă, вм. çаран çине выльăх яма чарнă. N. Пат татса, решительно. ТХКА 123. Калăр халĕ пат татса. N. Иванах çиеле тухма хăтланат, сăмахĕсене пат татса калать, унтан пăрăнса хăтăлма та йывăр. Тăв. 69. Итлесен, итлесен, кăмака хыçне хĕсĕннĕ чухăн Иван та чăтаймарĕ, калаçма юратманскер, пат сăмахпа печĕ. || Подр. неожиданному прекращению дейçтвия. N. Çав тупă пульк[к]и (снаряд) саланса каять те, 4 вершук йăв[ă]çа пат татса пăрахать (сразу перешибает). N. Пат пырса перĕ-некен япала. N. Пĕр мулкач ман умма патах тухса ларчĕ (как раз; выражается некоторая неожиданность). КС. Юр кайнă çул çине тухсан, лаша пат чарăнчĕ (вдруг). Якейк. Калаççĕрç, калаççĕрç те, пат чарăнса ларчĕç (вдруг перестали). (Ларчĕç — даже если говорили лежа или стоя, здесь пат не звук). Ib. Телефон тăрăх лайăхах калаçаттăмăрч, пат чарăнса ларч. Ib. Туйра сиккĕрç, сиккĕрç те, пат! чарăнчĕç (перестали). N. Пат чарнать, перестает работать (телефон). || Прямо. || Совершенно. Букв. 1904. Вăл хир варринче çара çĕрте пат пĕчченех ларнă чух, юмахсенчи паттăр пек, катаран курăнса тăрать. N. Эсĕ пĕчченех тĕттĕмре, куç уçăлман кушак çури пек, тĕпсĕр ханкăрта, пат пĕччен, пĕр сăмахсăр пурăнатăн. N. Пат пĕччен пурăнма аван мар. ЧП. Пат шурă (совершенно белое) мĕн хуррăн какайĕ.

пат

послелог, указывающий близость. См. пет, çум. Якейк. Пӳрт çинчен йор моклашки (комок снега) татăлса анчĕ те, ман пата (возле меня) тӳрех ӳкрĕ. Çĕнтерчĕ 13. Хам патăнта ĕçленĕ чух. Орау. Хăвăр патăрта ĕç çук-и? Нет ли у вас у самих работы? Ib. Чăваш арăмĕ, сăмах пĕтсен, тухса кайиччен-и, хăй панчен хăна тухса кайнă чухне-и: сыв пул тати, тет. Тем пулат вара вăл «тати»? Вăл сăмах «сывă пул тата», «тепре куриччен» тени патнелле пырат пулмалла. Ib. Утаралла карĕ, пошел по направлению д. Отары (ее видно, м. б. идущий пройдет и дальше). Утар енелле кайре, пошел в сторону д. Отары (деревни не видать и о ее направлении лишь заключают, напр., может быть за горой); Утар патнелле кайрĕ, пошел близко к Отарам. N. Каç пулсан, эпир унпа ларса (в экипаже) кӳрĕш яла, хĕр патне тесе, тухса кайрăмăр. Шугур. Мана вара усрама пĕр начар çын патнĕ пачĕç (к бедняку). ЧС. Пирĕн патра пĕр ватă çын пычĕ. К нам пришел один старый человек. Бес. чув. 3. Ял патĕнчен кăнтăр енче Ч. ятлă çырма пулнă. Собр. Чавса патĕнче те, часах çавăрса çыртас çук. (Послов.). О сохр. здор. Мăйĕ хăлха патĕнченех шыçса кăять. Эльбарус. Онччен те полин ман патналла çамка çинчи сăнакне (знак) çутатса питĕ хытă стрелок чопса пыма пуçларĕ. N. Перĕн патнали (= пирĕн паталли) çынсем çок. Нет людей из нашей местности. Земледелец. Иалсене ял теме çук, пирĕн Пăва, Çĕрпӳ хулисем патне те пыраймаççе (не нашему Буинску или Цивильску чета). Сред. Юм. Самми патне пӳнеттейпе пырса шыранă. Самсона обыскали с понятыми. Ib Патнерех пынапа хай сăрт хĕрлĕ пôлчĕ тăчĕ, тет. Регули 1206. Ĕлĕк вăл ман патра порăнса. Ib. 1532. Вăл кисеснех вăлсам патне кайрĕ. Ib. 1524. Вăл килчĕ он патне, ман атти патне, ман пата та килчĕ (ман пата анчах килмерĕ). Ib. 1142. Вăл сан патран ман пата килче. N. Çав çăмăрлă хура пĕлĕтсем пирĕн патралла киле пуçларĕç. Етрух. Кĕркури пиче патне кайса ларнăч, урăх никам патнех те кайса ларнине астăвмастăп, тет. N. Вăл çын патне питех çӳремест (редко к кому ходит). Синерь. Выçса вилеттĕмчĕ, çак çын хăй патне (к себе) илсе кайса тăрантарса усрарĕ, ачисене кĕтӳ патне (в пастухи, в подпаски) пачĕ тăранса пурăнма, тыра çитмерĕ, тесе калать, тет. Альш. Чапăрлă шывĕ патнерех çитерехпе пĕтет (ту аякки). N. Ху патунтан (= патăнтан) хуса ан яр мана. Кан. Ишчейккăсем патне хурса хăварнă япаласене илес тесе тухакансем пулчĕç те, ишчейккăсем патне те ямаççĕ. N. Ыраш патне тухатпăр. N. Ман патна, ко мне. N. Патне çитрĕмĕр (метаф.). N. Сан пата (у др. патна) килтен хут яраççи? || Около (во временном значении). Трень-к. Эрне патне, около недели, т. е. приблизительно в продолжение недели. Б. Янгильд. Çак ухутник мулкачă çурине пĕр эрне патнелле усрарĕ. N. Хоçи пер çер тенкĕ патнех петерчĕ. || Приблизительно, circiter. О сохр. здор. Крахмал 50 мыскал патнелле пырать. Крахмала около 50 золотников. Ib. Пĕр çынтан тепĕр çынна ерекен чирсем пит нумаях мар, пер çирĕм патне анчах. Кан. 84 проччăн патне пулать. Ib. Черече пин патнелле, тесе, ăсатса яраççĕ. Елаш. Вăл (ял) пĕр çĕр аллă çул патнеллех пулать пуçланса кайни. Эта деревня освована не меньше, как лет со 150 тому назад. || За. N. Пуçтарса хуна пахча çимĕçĕсем вĕсем пурте пĕрле пĕсерсе çиекен апат патне кайна. Синерь. Мĕн шырасси, апай патне (за мамой) килтĕм, тенĕ. Ишек. Унтан вара эпĕ çын пăрçи патне нихçан та кайман (воровать чужой горох). Чăв. й. пур. 11. Ашшĕне эрех патне ями пулчĕ. Ала 9°. Вăл çапла тавар патне тухса каяс умĕн, ун патне пĕр ватă хуçа (купец) пырса кĕнĕ. N. Мĕн патне карăн? — Шу патне карăм (за водой). Регули 1092. Эп окçа патне (окçашăн) килтĕм. Ib. Вотă патне каятăп. || В сравнении. N. Çулленхи патĕнчи ырашăн пĕрчи пит вĕт. || С причастием будущего времени в чувашизмах. Ау 14°. Упа, капантан ута ыталаса илет, тет те, перет, тет, илет, тет те, перет, тет, пере-пере капана пĕтерес патне çитре (разбросал почти весь стог), тет. Регули 126. Каяс патне çитнĕ. Ib. 125. Вилес патнех çитиччен хĕнерĕ. Янгильд. Çорконне, йор кайса петес патнелле (близко к тому времени, как сойти снегу) сорăхсене çитерме тохаççĕ. || Послелог в знач. русск. предлога — к. Регули 1528. Лепле вăл исе килĕ? онăн çынсам çок, утсам сахал тата, он патне тата (к тому же еще, кроме того еще) хăва ĕçне пелимаçть. || N. † И памăпăр, памапăр та, патне çитсен (когда подойдет время), чармăпар. || Яргуньк. Иван ĕçĕрĕ (выпил), тет те, патнех кайса ӳкĕрĕ, тет, Иван. N. Вăл хăй порăннă пӳрт пӳртекӳне керсен, ăна такам аякран çĕçĕпе чикнĕ те, çĕççи патнех çакăнса йолнă. Когда он входил к себе в сени, его кто-то ударил в бок ножом так, что нож остался в боку.

патак çи

потерпеть побои, быть битым. N. Çын патаккине çийиччен, хăвăртрах вилсе выртсан луччĕччĕ. Янш.-Норв. Унта вара (при этом) хĕр вăрлакансем ĕмĕр çимен патака сиеççĕ (когда их нагонят, настигнут). Сред. Юм. Патак çиет, получает побои. Ib. Эпĕ патак çинине пар лаша та тôртас çок (побоев много получил). N. Эрех ĕçекенсенĕн хĕрарăмĕсем, ачисем нумай патак çисе куççулĕ тăкаççĕ. N. Патак çима шырать. Беседа. Арăмĕ хуйхăпа, патак çинипе чире каять. Торп-к. Çак ача калать, тет: капла патак çисе пурăначчен каяс луччĕ ман пĕр çĕре, тесе.

патвар

(патвар), сильный, крепкий, здоровый, полный жизни о предметах органического мира. N. Кăçал хăярсам (калчасам) пит патвар шăтса туххăрç. N. Ну, çавăн ачи пит патвар ӳсет! (сильнее, чем «парка»). Якейк. Ай-ай, сан умуççисам пит патвар çитĕнеççĕ. N. Патвар шăтнă. Всходит хорошо, сильно, крупно. N. Çак улма йывăççи пит патвар (здоров, крепок). || Большой.

патварлан

окрепнуть. N. Çак 7 çул хушшинче вăл пат варланса çитнĕ, çак 7 çул хушшинче вăл ĕçлеме хăнăхса çитнĕ, хăй вăйне кăтартма пуçланă. См. патавар.

патша

царь. Альш. Пушчăсен (назв. дер.) хирĕ акă мĕшĕн аслăрах пулнă, тет: таçта леш вилекен патшасемпех халĕ, патшанăн вăрçăра аллинчен чăпăркки ӳкет, тет те, ку Пушчă мăкши салтак хăвăртрах илсе парат, тет. Янбулат. Хывăх çинче пĕр пăрчă. (Патша). Турун. Унта унăн пичĕшĕ патшара пурăннă. Н. Сунар. Шу (вода сказала) уна хирĕç каланă: санăн пуçă çине патша калпакĕ лартар, тенĕ, тет. Сред. Юм. Пирĕн патша торă çĕр валеçсе панă çĕре çитеймен, тет, кайран пырса çитнĕ, тет, он чохне вара валеçменни виç хôла çиç йолнă, тет. Вара торă çав виç холасĕне пачĕ, тет те, пирĕн патшана: хушĕн ху ĕçлесе тôп, тесе каларĕ, тет. (Сказка). Янш.-Норв. † Патша патне пуç ятăм, кăçан çавăрăнса килĕ-ши? (Солд. п.). Яргуньк. Патша хĕрĕ: эпир — патша, ĕçетпĕр, эсĕ мĕлескер ĕçменскер? терĕ, тет. (Сказка). Собр. † Патша ыв(ă)лĕ юр юрлат ылттăн пукан тăрĕнче. Орау. Пĕри патши пулать, ыттисем унăн халăхĕсем пулаççĕ (в игре). См. патшалла. || Царство, государство. Трхбл. Ют патшана кайнă. Ют патшара пурăнат. Живет за границей. Шибач. Опăшки карĕ таста орăх патша çине сотăпала. Т. VI. 11. Эй туррăм, пулĕхçи! çак çăкăра çиме тепĕр хут темиçе патша урлă, аслă шывсем урлă çаврăнса килсе çимелле ту (моленье). N. Таçта патша патне каятпăр. N. Оþăх патша çине каятпăр.

пать

то же, что полать. Синьял. † Çак Сĕнтĕр-пуç хĕрĕсене кăмака милки тăвас пать, мулча кăмаки шăлас пать.

паха

(паhа), дорогой, драгоценный; дорого, ценно. Н. Карм. Вĕсем (книги) пире темрен те паха. Сред. Юм. Пĕчик ачана пăртак çиç çырла парсан та пит паха. Çĕнтерчĕ 26. Сивĕнесси сивĕнмен те, анчах çак пуян ывăлĕ пахараххине манăн чĕре туятчĕ. Календ. 1910. Пуринчен ытла килĕштерни паха (дорого). Собр. Сутас сутта пахана тăрат, илес тавара йӳнеçтер. (Моленье). Сам. 13. Таптанă, çаратнă паха çĕршывна. Хорачка: вы̆л мана пет пађан тоjы̆нчы̆ (дорого, драгоценно). Ст. Яхак. Çамрăк ачасемшĕн çăварни тата пушшех паха. Икково. † Çăварниран пахи пор, теççĕ: чăнах пор-ши ĕнтĕ çав? Тим.-к. † Эпир каяс çул çинче йĕри-тавра паланлăх, паланĕ ларать хĕп-хĕрлĕ, пире палан мĕн паха? Пала-тăран (знакомый) питĕ паха. Кĕвĕсем. Пахча варринчи улма йăвăççи, пăхса тăма паха-çке (просто любо посмотреть). Цив. † Шурă чечек мĕн паха? пиччепе инке паха пире. N. † Икĕ аллăмра тăватă çĕрĕ, кĕмĕл çĕрĕрен пахи çук, ах ача; ялта сар ача пит нумай, ман Яккуртан пахи çук (лучше), ах, ача. N. Австрисен окопĕсем питĕ паха. N. Паха = илемлĕ? || Старательный, прилежный. Юрк. Ун вырăнне хамăр çынсенчен пĕрне-пĕрне, ĕçе пахарах çынна (трудолюбивого), куçарĕç. || Ст. Чек. Пахасăр, ку çынта паха çук, ăçта хурсан та вырнаçать (всюду уважаем). N. Пахине пĕлмесĕр ĕçлет, не жалея сил или себя (иначе: пахасăр). || Торжественный. Кан. Выстăвкă уçăлнă шутпа паха ларуллă каç пулса иртет || Зап. ВНО. Паха, мягкий, нежный.

пахилле

благословлять. Ильк. N. † Ах, аттеçĕм, тетĕп, аннеçĕм, хăш урăртан тытсан пахиллĕр. Хурамал. Ашшĕ-амăш вилнĕ чух ачисене пахиллесе хăварать: пахил, ачам! тет. Тюрл. Пахиллесех патăм (отдал совсем, без возврата). Сред. Юм. Ват çынсĕм вилеччин: çак япала сана полтăр, тесе каласа хăварсан çамрăккисем: мана ăна çав пахиллесе панă, теççĕ. N. Пахиллемен, не благословил. Альш. Килĕр ачам-пăчамсем, сире пахиллем (благословлю). Ib. Атте мана пӳрт пахиллесе (или: пиллесе) хăварчĕ, тетене лашапа ĕнене пахиллерĕ, завещал с благословением. Слакбаш. Мана пахиллесе хăварчĕ вăл çурта (дом).

пахча

(пахц'а, пахча), огород. Альш. † Сикрĕм антăм пахчана, пахча сулĕ çук пулчĕ. Изамб. Т. Пахча тытмалăх (загородить) укçа пулсан, эпĕ пахчасăр та пурăнап. N. Манăн пахчана тыр ан акăр. N. Пахчана улма тултартăмăр. || Сад. СТИК. N. Улăх ути çулнă, ятран пĕрер валем лекрĕ. Пахча ути пĕр валем-пулчĕ. N. Пĕр-пĕр çĕре каяс пулсассăн, эпĕ кирек хăçан та çав пахча витĕр каятăп (= çӳретĕп). N. Пахчана кăçал лартмасăр юлас марччĕ. || Двор. Разг. С. Мих. Çак аслă пахча санăн-а? Твой, что-ли, этот большой двор? Отсюда: пахчалăх, паччалăк.

пахчалă кĕлĕсем

назв. киреметей. N. Çĕр ашшĕ, çĕр амăшĕ, çак çĕр çинчи пахчалă кĕлĕсем (киреметсем), эсир те кĕлĕре пулăр, тет.

пашалу

(пажалу), лепешка из пресного теста. N. Пашалу — тутлă чустаран, кирек мĕн çăнăхĕ пултăр. Срв. кӳптĕрме. Юрк. Чăвашсем пашалусем те пĕçереççĕ: тулă, е пăри çăнăхĕнчен çăраççĕ, сĕтпе те, çу çине те. Пашалу та чӳк çимĕçĕ. Ăна ахаль чухне ачасене çитерме те пĕçереççĕ. ТХКА 55. Çавăн чухне те сирĕн чухăнсем, вăтамсем, çак ыйтăва, кăмакара маннă пашалу пек, астумасăрах хăварĕç-ши вара? Якейк. Апи, пашалу пĕçерсе пар-ха паян. Ib. Орпа пашалӳ, ясмăк пашалӳ, ыраш пашалӳ. Ib. † Картлă-картлă пашалу, карчĕ тăрăх çу йохать. Микушк. Йĕри-тавра пашалу, варинче çăкăр. (Уйăхпа çăлтăр). Ск. и пред. 19. Уйăх мĕлки пашалу пек кӳлĕ тăрăх ярăнать. Вомбу-к. Пашалу яшкалăх çăнăхран та тăваççĕ (урпа çăнăх полать), пăри, тол çăнăхĕнчен те тăваççĕ. || Серебряная манета в один рубль. Сред. Юм. Пашалу тесе, пĕр тенкĕлĕх кĕмĕл окçана калаççĕ.

пекки

подобный, похожий. Ст. Чек. Вăл кĕнеке пек, унта кĕнеке листи пеккисем нумай. N. Пирĕн анне пекки паян пултăрана карĕ. [Анне пекки — 1) мать (пренебрежительно), 2) мачеха]. N. Халь порăнтăмăр покка ял пеккинче. Изамб. Т. Анчах ун пекки сайра пулать. N. † Ĕçкĕрен ĕçке çӳрерĕм, çак хуçа пекки курмарăм. || Как будто; вроде. БАБ. Тепĕр арăм (вторая женщина) йăвăç айне выртрĕ те: ах ăшăма, ах ăшăма! тесе кăшкăрса йĕрен пекки тăвать. Алекс. Нев. Вырăссене çăмăллатам пек туса, куланай кĕтем пекки тунă. Хурамал. Çывăрам пекки туса выртать. Орау. Эп ун пекки (таких вещей) курман пĕртте. || Можно (кому), следует (кому). N. Карапа юсаса пĕтерсен, ларас пеккисем карап çине ларнă та, каяс çĕре кайнă. Изамб. Т. Çапман тыррисем мĕн пур пекки юлнă. Юрк. Хăла лашана анчах пачĕ (мне), ватăскере, ыран-и паян-и вилес пеккине. || Похоже на то; что-то похоже на; имеющий подобие. Аттик. Мĕн пĕтнĕ вăйăм пеккине (силĕшки) каялла тавăрса пар (потраченую силу возврати. Моленье, в жатву). Ib. Уйра мĕн пулнă тырă-пулă пеккине (все, что относится к хлебам) чипер пуçтарса кӳртме пар. (Моленье). N. Панă пеккине ил. Бери, сколько дают. N. Иван тухнă пеккине каскалах пырать. (Из сказки). Сборн. по мед. Ун патне пĕтĕм кӳршĕ-арăмĕсем, хурăнташ пеккисем (все родственники) пуçтарăна-пуçтарăна пыраççĕ. Янш.-Норв. Ял хушшинче, мур тартăр тесе, курнă çын пеккине саламатпа хĕртеççĕ (девушка), тата килĕсене кĕрсе хĕнесе çӳреççĕ. (Хĕр аки).

пер

(пер), мы. Пшкрт. СПВВ. ТА. Пер килтĕмĕр = эпĕр килтĕмĕр. Хора-к. † Тунти пасар пор çинче хĕр пăхмасăр илес мар. Çак ял хĕрĕ пор çинче пер те арăмсăр порнас çок. См. эпĕр, эпир.

пер

(пэр), кидать, бросать. N. Ан пер, не бросай. N. Чикан çав çăкăра ил те, пер ачине (возьми и брось в своего сына). Ау 4. Йиттисене, лашисе (= лашисене) веç шыва печĕ, тет. N. Пулăçăсем вара, ыйтса та парас çуккине пĕлсе, ăна (ее) тытнă та, каллех шыва тытса пенĕ. Турун. Кам унта кĕлте перет. Ib. Кам унта эсĕ, кĕлтесем перетĕн? N. Пурте ăна чулсем илсе чулпа пере пуçланă: мĕн чухлĕ персен те, пĕр чул та пырса сĕртĕнмен ăна. Шибач. Тытса пĕре çавăрса перем! Кив-Ял. Эп сана Сĕвене кайса перĕп. || Бросаться. Кн. для чт. 139. Вара вăл кантăр вырăнне перет, кĕлте кӳрекен çулсем çинче вĕçсе çӳрет. Абаш. Халăх çĕнелле (хола çĕнелле) пеме поçларĕç. N. Хай çӳлтен вăйпа юхса пыракан шыв тӳрех канава юхса перет, кукăрăлса каймасть. Ир. Сывл. 27. Савăнăçлă çуркунне çитсе печĕ пирĕн енне. || Откидывать, задевать. Ала 103. Çичĕ пăт сĕлĕ хатĕрлерĕм, пуçне пĕкке пемешкĕн. N. Онта пуçна ан пер. Курм. Пуçне пĕккине персе пычĕ (лаша). || Махнуть. К.-Кушки. Вăл карташ урла тӳрĕ печĕ, эпĕ çаврăнса кайрăм. Он махнул через двор прямо, а я наискось. || Ударить, бить. Шурăм-п. Хăйсем вĕсем шултра матур çынсем, пĕрре персен çынна вĕлермелле. Якейк. Пуçа алăка петĕм (ударился). N. Эпĕ пуçа юпана петĕм. Орау. Мĕн пăхса тăтăн тăта, ăна пер те, йăвантар (его ударь и свали). Ст. Шаймурз. Мала ан ирт, кая ан юл: мала иртсен, пуçран переççĕ, кая юлсан, кутран тапаççĕ. Сред. Юм. Хĕнеме хошайрăр ôна, ô сана перет соккăр-паттăр пик. || Стрелять. Панклеи. Пĕри (медведь) тайăлнă чăршă тăрăх хăпарма тапраттĕр, ăна хоралçă пăшалпа персе ӳкерчĕ; тепри хăпарма тăрчĕ, ăна та персе пăраххĕр. НАК. Пĕрре кайăк хыççĕн Хуракĕсрери киреметре çӳренĕ чух, кӳлĕре пĕр кăвакал куртăм та, пăшалпала виçĕ хут петĕм. Баран. 54. Юлашкинчен çимисем, пемеллисем пĕтсе çитнĕ, вăйран та кайнă. N. Пирĕн çие переççĕ. N. Перет-ха у! N. Пăшалçă кашкăра пăшалпа пенĕ те, тивертеймен. N. Ухатаçă кайăк-кăвакала печĕ. Янш.-Норв. Кайăк-кăвакал пеме тесе (чтобы...). N. Пĕр-пĕрне пăшал персе. Шибач. Улĕ корчĕ те амăш пынине, вăрмантан пăшалпа персе пăрахрĕ, так и вĕлерчĕ. Б. Олг. Астур, сере пăшалпа перетпĕр (будем стрелять) пармасан. Орау. Эп ача чух пĕре пăшал пеме çичĕ пус патăм (за право выстрелить). Истор. Тăшмансенĕн пемелли хатĕр пит нумай пулнă. ||Разить (о запахе). Шурăм-п. Пĕринчен эрех шăрши кĕрет, тепĕринчен тапак шăрши перет анчах (разит табаком). N. Сасартак шăрш пеме пуçлать. Кан. Шăршă чăтмалла мар перет. Чĕр. ч ун. яп. й.-к пур. 24. Çăвара чикмелле мар усал шăршă перет. || Пить много и жадно. Шурăм-п. Эсир сахăрне чейпе çисех ятăрĕ-çке, эпĕ хуçи курасран хĕве вăрттăн чикрĕм те, шывне ла-айăх петĕм (выпила). КС. Эс ма паян ку тĕрлех шыв перетĕн? Что ты сегодня так много пьешь? Эльбарус. Персе килнĕ. Пришел пьяным. Якейк. Эпĕр ĕнер эреке петĕмĕр анчах (много выпили). N. Çынсем ытла вĕрипе сивĕ шыва переççĕ, ачисем час кӳрсе килмесен, кайран çаптарса та илеççĕ. Бюрг. Ĕçессисем килнĕ япаласем — переççĕ: ĕçсен-ĕçсен, ӳсĕрĕлсе кайса ӳкеççĕ. КС. Пурăнăçа, чĕлĕме, çăккăра, эрекене, сăрана перет, здорово ест, пьет, живет. || Спать много и крепко. КС. Ай-ай ăйăха перетĕн эсĕ! Ну и спишь ты крепко и много. Ib. Талăкпех ăйăха петĕм. Проспал круглые сутки. || Ляпнуть; взболтнуть. N. Эпĕ хам та ухмах, пер яр. Ск. и пред. Сăмахсене ку çынсем пемеççĕ (не бросаются словами) сывлăша кăлăхах янтратмаççĕ. V.S. Кирлĕ-кирлĕ мара пер. || Твердить, настаивать, повторять. Ау 103. Эсĕ манран пĕр усă курăн, тесе калат, тет. Çак ача таки (= такки) хăйăннех перет: эсĕ ман автана тытасшăнччĕ, акă ĕнтĕ ху çаклантăн, тесе калат, тет. СТИК. Ăна хутте мĕн кала, вăл хăйиннех перет (он все свое твердит). Ашше-амăшне. Ваçук кӳрши хайĕннех пенĕ: тĕлĕнмелле хĕр эсĕ, Лисахви! тенĕ. N. Суйлас вăхăт çитсен, петĕмĕр суйларăмăр хамăр суйлас тенĕ çынсене. || Ссылаться. КС. Эсир паян кăнтăрлаччен çăмăра персе ахалех ирттертĕр, халь ĕнтĕ каçчен ун вырăнне хытăрăх (хытă) вырăр. Ib. Праçнике персе, ĕçлемерĕç. Ссылаясь на праздник, не работали. N. Чире пер. || Притворяться. Якейк. Пирĕн ати ĕссĕре персе выртать (притворяется). N. Ухмаха пер. Притворяйся дураком. Орау. Сутра пĕлмене петĕм (притворился). N. Чире печĕ, ӳсĕре печĕ. Байгул. Ку арăм епле те пулин ачисене вĕлерттересшĕн, тет, çавăнпа ку чире печĕ, тет. || Терпеть, выносить. КС. Халь лашана тăрантартăм ĕнтĕ, каçчен перет (не устанет, вытерпит).

перĕн

коснуться, касаться, прикасаться, соприкасаться. Календ. 1910. Хăмпу çумне пĕчĕк йĕп перĕнсе тăрать. N. Вăрманта йывăçсем пĕр-пĕрин турачĕсемпе перĕнсе тăраççĕ. Вăрманти йывăçсен турачĕсем пĕр-пĕрне перĕнсе тăраççĕ. Деревья в лесу соприкасаются одно с другим ветвями. N. Çамкупа сивĕ кĕленче çумне перĕнсе ан тăр. Не прикладывайся лбом к холодному стеклу. МПП. Ӳлĕм кунта çӳренĕ чухне тумтир арки пернекен пулĕ. (Предсказание). Скотолеч. 6. Лашанăн çыхнă урийĕ (нога) çĕре кăшт кăна перĕнсе тăтăр. Якейк. Мана ан перĕн (или: ан тĕкĕн). Не прикасайся ко мне. Календ. 1906. Çĕр анчах мар, хĕвел, уйăх, мĕн пур çăлтăр — пурте нимĕне перĕнмесĕр тăраççĕ. || Задевать. N. Аллисене каялла тытса, хăрах аллинче патак тытса пырать. Отса пынă çеммĕн патакки атти кĕллисам çомне перĕне-перĕне пырать. N. † Паланлăх виттĕр тухнă чух, палан сапакки перĕнчĕ пулĕ, çавăнпа хĕрлĕ пулнă пулĕ. Аттик. Пĕр перĕнмесĕр çак шыв пек юхса тухса кайтăр çак ача çинчен (порча. Из наговора). || Ткнуть. N. Çав çĕрхине выляма тухрăм та, пĕр пысăк темĕскерле япала перĕнсе куккăр турĕ, тет. || Ударяться, биться. N. Чӳречерен чӳречерен пыра-пыра пернет (воробей). || Подойти. Сред. Юм. Çав пырса перĕнмен полсан, эпир йӳнтерехе илеттĕмĕр ô тавара. || Остановиться. Тоскаево. Туй хапха айне килсе перĕннĕ, тет, кĕрӳ хатри (= хатĕрĕ) çитмен, теççĕ. (Послов.). || Встретиться. Орау. Ак хайхискер килсе перĕнчĕ! Вот встретилось то слово, о котором говорили. || Напасть. ЧС. Пирĕн ялсем: ку мур пирĕн яла та килсе перĕнмин юрĕчĕ, тесе, питĕ хăра пуçларĕçĕ. || Попасть. Хĕн-хур. Эсĕ кам хĕрачи? Çĕрле Çăмьюн тетӳ пӳрчĕ патне ăçтан пырса перĕнтĕн эсĕ (как зашла?). || Обращаться. Юрк. Ку ĕçрен кайран, çими çитмен чух, йăмăкĕсем патне пырса перĕнет (обращался). ||Стреляться. Шурăм-п. Пăшал илнĕ те, перĕнсе вилнĕ. || Наталкиваться. N. Ниçта çитсе перĕнменни те юлмарĕ, тет, кун (всюду он бродил). Шурăм-п. Чылай çĕре перĕнсе çӳренĕ вăл.

перкелен

(-г-), околачиваться, сменяться. КС. Перкеленсе сӳрет, слоняется. Сред. Юм. Перкеленсе çӳрет тесе, ĕçсĕр, ниçта вырнаçаймасăр çӳрекен çынна калаççĕ. Ib. Мĕн перкеленсе çӳрен çак эс, ниçта вырăн топмасăр. || Колотиться, бедствовать. Юрк. Çав пиркепе укçа тĕлĕшĕнчен пит перкеленсе пурăнатăп халĕ, çынна пĕр-икçĕр тенкĕ памалли пур. || Говорить немного на каком-либо языке. Тингеш.

перкелеш

кидать друг в друга. Изамб. Т. Ачасем юрпалан перкелешеççĕ, тет. СТИК. Ну канĕçсĕр ача та пулат, мĕн тек перкелешсе çӳрет-ши ĕнтĕ. (Говорят мальчику, всегда кидающему камнями). N. Ачасем тулта чупкаласа, юрпа перкелешсе çӳреççĕ. Ачач 39. Юр чăмаккисемпе перкелешсе-кулкаласа илеççĕ. || Перестреливаться. Кан. Пăлханакан салтаксем перкелешни, кăшкăрашни пирĕн чикĕри хуралсем патĕнчен те çĕрĕпех илтĕнсе тăнă. || Слоняться без дела. СТИК. Темĕскер пулчĕ пирĕн çынна, ухмах пек: пĕрре кунта, тепĕре унта перкелешсе çӳрет. || Драться (о несерьезной драке). Сред. Юм. Мĕн тек пĕр-пĕринпе перкелешетĕр çак эсир, куçа-пуçа персе шăтарăр-ха ак. || Говорить нечто несуразное, невероятное. КС. Кутăн та пуçăн перкелешет. Говорит неправду без всякой пощады. Ib. Перкелешсе ларать, передает нечто невероятное. || ТХКА. 78. Пире пула анне те тавар пуçтаракан Кушкă вырăссемпе вырăсла перкелешме вĕреннĕччĕ.

персе ӳкер

уронить, свалить, уложить, сбить. Ходар. Баран 40. Вĕсене (деревья) çил-тăвăл персе ӳкерет. Çак шатра аслă пиччене первай (сначала) персе ӳкерчĕ. КС. Персе ӳкерчĕ, быстро уронил. Якейк. Анчах çолпа пыратчĕç, Йăванĕ персе те ӳкернĕ (неприлич. зн.). Тем хошăра персе ӳкернĕ (не знаю, когда он успел).

пехил

(пэhил'), благословение. А. Турх. Ст. Дув. † Атте-анне пехил парсассăн, эпир те пулăпăр çурт пуçĕ. ЧП. Атте-анне пехилĕ çитсен, эпĕ те пулăп çурт çынни. N. Эй кинĕмĕр, пехил сана, çак кил хуçи пулăр, ача. N. † Эпĕ атте аннене юрарăм ĕмĕрлĕхе пехил илесшĕн. N. Вĕсенчен сана пехил тухтăр. N. Те атте çыртарнă, те хăй çырнă вăл сăмаха: турăран пехил ытатпăр вилмешкĕн, тесе. || Завещаемое при смерти. N. Вăталăх ывăлне каларĕ, тет: сана пĕр саступ пехил, тесе каларĕ, тет. (Сказка). Н. Шинкусы. Чунĕсем (предков) турă умĕнче ырлăхра пулччăр пире пехил парса хăварнăшĕн. (Поминовение предков в молитве ӳчӳк). Изамб. Т. Акă эпĕ вилетĕп: сире пехил. Ыр курмалла пулăр. Çынна юрамалла пулăр! Аннӳ сăмахне итлĕр. Эсĕ, Кеçтук, сывлăхлă парса çитĕнсен, аннӳне, йăмăкусене ан пăрах. N. Ун чухне ыттисем калаççĕ, кашни çын, пӳртрисем пурте: пĕри калат — сана лаша пехил, тепĕри — сана ĕне пехил, сана сурăх пехил, сана хур пехил, чăх пехил. (Свадьба). Альш. Манран сана пĕр кĕтӳ лаша пехил! Желаю тебе иметь табун лошадей (пожелание детям. Выражает и недоброжелание).

пыл-çу

мĕд и масло. Чураль-к. Пылтан-çуран тутли мĕн пур? (Ыйхă). Ерк. 8. Калаçасси (у нее) пыл та çу, юр юрласси юлас çук. Ст. Чек. Мĕн ĕçетĕр, мĕн çиетĕр? — Пылпа çу. Сред. Юм. Çавăн чохне тунă полсан, пылпа çу çинчи ĕç полаччĕ-çке те, темме малтан шокăшласа хоман çав хамăр та. ЧП. Вĕрене те курка сарă курка, нумай пыл-çу çинче тăнă пулĕ (употребляется для дорогих кушаний). Ib. Çак киле килсессĕн, çыхланат чĕлхем пыл-çупа. N. Халь икĕ хĕрпе сăмахларăм — пыл та çу. Кама 54. Кукша Илле: колхозра пыл та çу пулать, тесе савăнтарать пире. Бр. п. водку 2. Пиçет çырла пыл та çу.

пылак

сладкий. Учите детей. Ачасене йывăр апат, пылак япала, пахча çимĕç тавраш, çырла тавраш юрамасть. Рак. † Сахăртан та тутлă, пылтан та пылак хамăр тăвансен сăмахĕ N. Пыл пик пылак, çăв пик çăвак салам ярап. || Сладость. Орау. Ăслин пылакĕ пури хуть пăртак? Ходар. Çак сăрана пылакне-тутине, мерекетне-ырлăхне пар. (Чӳклеме). Сёт-к. Пылак, сладковатый вкус. N. Пылак, похожий на мед по вкусу. Яргейк. Пуплемен сăмахăн пылакĕ çук, ĕçмен куркан тути çук, теççĕ. ЙФН. Ĕçмен куркайăн тути çук, калаçман сăмахăн пылакĕ çук. || Смесь солода с отрубями или мякиной, которая кладется в корчагу для варки пива. Сред. Юм. Пылак тесе, 1) салатпа хылăх (= хывăх) пĕрле хутăштарсан калаççĕ, 2) сăра чӳлмек çине çиеле хытса лараканнине калаççĕ.

пыр

горло, глотка. БАБ. Пĕр чиртен чĕрĕлеттĕм, тет те, тепĕр тĕслĕ чирпе чирлеттĕм, тет. Хăш чух пыртан илсе туса чут вилместĕм, тет. Сред. Юм. Пыра ларса вилмеччĕ (подавился бы). Ib. Ачана пыра пôлнă тесе, пĕчик ачасĕм пыр ыратса чирлесен калаççĕ. Альш. Пыра пулчĕ. Горло заболело, распухло (жаба, дифтерит, скарлатина). Юрк. Çиме тытăнсан, пырăма çиме анмас. КС. Пирĕн ача пырсăр пулчĕ-ха. N. Иртĕнсе çинĕ пирки нумайĕшĕ вилĕм тупнă, пырне чаракан кун-çулне малалла тăсать. Бур. Пырна пула выçă вилĕн, теççĕ. Сред. Юм. Пырна пôла пуçна çийĕн. За желудок голову потеряешь. Ib. Пыр ярна пуçларĕ, таçта сăра тôпса ĕçеп ĕнтĕ эп. Бугур. Пыр ярăнсассăн, ĕçсе-çимелле, теççĕ. Якейк. Пыр ярăнчĕ (какие-то резкие звуки в глотке, которые получаются, может быть, от выхода газов из желудка, не отрыжка и не икота). N. Пыр хыççăн ан кайăр, пыра ирĕк ярсан, вăл атте- аннене те суттарать. Собр. Пыр ерĕнсен, сăра ĕçет, тет. С. Дув. Хăйĕн пырĕ кастарать, пур укçине хĕрхенет. Латыш. Епле пыра тăрантас-ши? тесе калать, тет (шаланкă). N. Хăйĕн пĕр пырне те тăрантарса усрайман. Ялан пыр çинчен, çи-пуç çинчен анчах шухăшланă. Т. VI. 13. Кӳршĕрен çавăн пек пыра хыт çиекен çынна (едуна) суйласа илеççĕ. Юрк. Этемĕн пырĕ тутă та, куçĕсем выçă. || Пища. N. † Çак тантăшсем аса пĕр килсессĕн, ларса çиес пырăма çимерĕм. || Назв. части сăрка. Ау 329. Виçĕ хут вăрăм сăрканăн пырĕ ука. || Залив. Сред. Юм. Атăл пырĕ. N. Çĕр чĕтĕренипе тинĕс пырĕнчи пулăсем хула урамне туха-туха ӳкнĕ. Кĕвĕсем. Кăвакал ами пыр урлă, çавăрнасси кӳл урлă; пирĕн тантăш ял урлă, калаçасси çын урлă. Рак. † Кăвакалăн ами пыр урлă (за заливом). ЩС. Пыр, узенький залив, также узенький пролив. || Устье реки. Шел. П. 18. Чăваш хули Шупашкар... ларать Атăл хĕрринче... Кăкшăм çырми пырĕнче. Баран. 161. Атăл пырин хĕвел анăç енче калмăксем пурăнаççĕ. Изамб. Т. Пыр тесе, пĕр çырма тепĕр çырмана тухнă тĕле калаççĕ. Ib. Энтепе çырми пырĕ, назв оврага. || Омут. || Кратер. Орау. Вутлă ту пырĕнчен вĕри чулсем темскерсем тухнă чухне таврари яла пĕтĕмпе кĕл пусать (падает пепел, во время извержения).

пыр-шăль курăкĕ

назв. растения, filago arvensis. П. И. Орл. Д. С. Серг. Пыр-шăль курĕк; пыр шыçсан, çак курăка вĕретсе ĕçес пулать. Ст. Чек. Пыр-шăл курăкĕ (пыр ыратнинчен вĕретсе ĕçеççĕ). Разум. Пыр-шăлĕ корăкĕ, ландыш (лечат задниĕ зубы).

пысăк

(пызы̆к), большой, крупный. О сохр. здор. Вара çав сĕлеке (яд змеи) кĕнĕ вырăн часах пит пысăк шыçса кайса çын вилет. Ск. и пред. 24. Виçĕ маттур каçпала пырать пысăк уттипе. N. † Кĕрекĕрсем аслă, сăйăр (ваше угощение) пысăк, эпĕр ĕçсе-çисе пĕтерес çук. Орау. Ку пирĕн пысăкрахах (несомненно больше). Сред. Юм. Пысăк шăна чӳрече çôмĕнче перкеленсе вĕçсе çӳренĕ чохне: нăрр! нăрăн! нăрăнни! туса çӳрет. N. Пысăкран пысăк салам яратăп. N. Тата аçусене-амусене порне те питĕ пысăк салам. Чув. пр. о пог. 425. Тĕтре нумай пулсан, хăмла пысăк пулать, тĕтре пулмасан, хăмла пулмасть. Если летом стоит туман, то уродится хмель, в противном случае наоборот. || Просторный. Пшкрт. || Толстый. Сред. Юм. Пысăк ôра сыртăм (çăм тăлапа ôра сырсан калаççĕ). Ib. Пысăк пир тăли. Толĕ (грубый сорт кудели) çиппинчен туса тĕртнĕ тăлана калаççĕ. || Иногда употребл. в смысле аслă. Заметим употребление положительной степени этого слова в смысле «слишком»: пысăк — «слишком велик» и пр. Собр. † Тăван пысăк, тăван пысăк, ун кăмăльне епле тупам-ши. Юрк. А, ку пысăкрах вĕренесси!... чуна илĕ-çке. Ib. Пысăк вĕреннĕ çын, с высшим образованием. N. Ырă сунакан çак сăмахсене илтсен, каллех салхуланчĕ. Йывăр хуйхă пуснă çын пек вăл пысăк шухăша кайрĕ. Микушк. Пысăк сăмах каличчен, пысăк чĕлĕ çăкăр тыт, теççĕ.

пиелĕх

пеленка. СПВВ. † Çак эпир çын çине кĕреччен пиелĕхри ачасем те ар пулĕç.

пике

(пигэ), барышня, барыня, гоопожа. Кĕвĕсем. Ай-хай хамăр тантăшсем пурте Питĕр пикисем. И. С. Степ. Пике — барышня, молодая дама. Сенчук. † Сарă хĕр те пике мар, чуп тусан та çылăх мар. Янтик. † Ĕнтĕ пике лайăх, пике лайăх, пикерен те лайăх аппам пур. Ст. Чек. Пике — по внутренним качествам — воплощение кротости, невинности, чистоты сердца; по внешности — чаплă, илемлĕ. Ib. Хăрхам пике хĕр пулчĕ, пике хăрхам пулчĕ. (Из сказки «Пикепе Хăрхам»). Ib. Ху ларатăн вырăнта, яту çӳрет пикере (= яту çӳрет лайăхра). N. † Çын-çын урлă курăнсан та, ырă пикенĕн курăнан. Емельк. † Нар пек чĕре шуралнипе пике пек туçсăм сивĕнчĕ. Бур. † Хĕрне илсе тухăпăр, пике туса кĕрĕпĕр. С. Тим. † Çакă ялăн хĕрĕсем тăра-а-ççĕ пике пек. Алших. † Алших хĕрĕ пике пек, икĕ пичĕ чие пек, тытса çиес çырла пек. Макс. Чăв. I, 65. Ырă пике пек аппăна епле ытарса хварăн-ши? Альш. † Элшеллийĕн хĕрĕсем Питĕрпурăн пикисем. Ib. Ун умĕнче (перед купăсçă, скрипачом) икĕ хĕр пике пек. СПВВ. ЕС. Пике — пит лайăх, илемлĕ, хитре сăнлă-сăпатлă хĕр. Ку сăмаха хĕрарăмсем пĕр пĕринпе тавлашнă чух: ман хĕрĕм пике те, теççĕ. СПВВ. † Яту çӳрет пикере. Н. Лебеж. Ай тетеçĕм, хуçаçăм, ай инкеçĕм пикеçĕм. N. † Пике тĕслĕ аннене тăхлачă туса лартрăмăр. Янтик. Ай-ай, эс пике пек ларан-çке, ик алла арăк çине хурса! Ĕçлес пулать пăртак, эс пике мар. N. Ак çапла каларĕ, тет: эпĕ — пике, ăçтан çав çавăрăнакан кăлтăрмач çинче пурăнăп, терĕ, тет. Зап. ВНО. Аван пусан, пикешĕн, усал пусан, хĕрхăншăн (для девья). Тăв. 59. Çапла пĕрмай йывăр ĕçре çитĕннĕ сатур, пике пек хĕр пулса тăна. N. † Эпир Питĕр пикен йăмăксем. СПВВ. Пике — почетное название девушек (как йĕкĕт для парней). Ib. † Пĕвĕмех илемлĕ, сăнăм хитре: пике-им? тесе ыйтаççĕ. Пазух. Çакă ялăн арăмсем ыр пикенĕн курăнаççĕ. Альш. Пике, кажется, употребляется в смысле «пукане». Ал. цв. 1. Тата çак хуçан пике пек виçĕ хĕрĕ пулнă. Ib. Эй хĕрĕмсем, савнă чунăмсем, чипер хĕрĕмсем, пикемсем. || Яз. имя женщ. Ялюха М., Демидов. Ск. и пред. 105. Пике ятлă хӳхĕм хĕр Ст. Чек. Пике (сказочное имя).

пикелетсе

на подобие пике. ЧП. Маттур ял çак Элшел: урама тăрăх пӳрчĕсем, пикелетсе хĕрĕсем.

пилле

благословлять. Сред. Юм. Альш. † Атте, анне, эсир пиллесен, эпир пин кунлăх, эсир пиллемесен, эпир çур кунлăх та çук. N. Тепĕр сукмакне пилленĕ хăпартусем чикет. Ст. Шаймурз. Анне пур таврари кӳршĕсене чĕнтерме хушрĕ. Вара эпĕ чĕнме кайрăм. Чĕнсе пухсан, анне пурне те пиллерĕ. Качал. Кĕçĕн ывăлĕ калат, тет: атте, мана пиллесе яр, эпĕ пичисене шырама каям, тесе. С.-Тим. Учитĕлĕн амăшĕ пĕр карчăка çуралнă ачана пиллеме хушрĕ (т. е. произнести ему разные добрые пожелания и наставления для будущего. Обряд ачана тирпейлени). Конст. чăв. Кукка: сана пиллесе калатăп, ачам, эсĕ Мухаммед тĕнне ан тух, терĕ. N. † Виллисем те пиллеччĕр, чĕррисем те савăнччăр. (Хĕр йĕри). ППТ. Пиллеччĕр или пиллеччĕр-çырлахчăр, — формула при поминании покойников и некоторых божеств (хĕрсут, кил-йышĕ, карта пуçĕ) в калăм кунĕ. Ib. Тавăрнас уммĕн пурте вут урлă: пиллеччĕр! çырлахччăр! тьфу, тьфу! чир-чăр вĕçтĕр! мана килес çула çак вăхăта çитмелле пултăр, пур хĕн-асапа çак вут çулăмĕ илсе кайтăр! тесе каласа каçаççĕ. (Çăпата çунтарни). Н. Седяк. Пиллес мар, çиленес Ир. Сывл. 14. Мана çамрăклах савса пиллерĕн. Урмай. Этеме савакан ыр турă! Акнă тырпул кăмăлне, çăмăрпала хĕвелне ху чысласа ху пилле Кучĕ хăмăш пек, тăрри пăрçа пек пысăк пулин, пар. (Моленье). || Завещать. Альш. Тата тепĕрне калакан шăпăр пиллесе хăварат. ЧП. Ах аттеçĕм те аннеçĕм, çӳç пĕрчинчен пиллинччĕ (пусть наделят меня скотиною. КС.). N. Акă манăн пĕр кĕреçе пур, сана çавна пиллетĕп. N. Ах аннеçĕм, мĕн пиллетĕн, аннеçĕм? — Кăкăру сĕтне пиллесем. Ах аттеçĕм, аттеçĕм, мĕн пилетĕн, аттеçĕм? — Çăкăрна-тăварна пиллесем. (Хĕр йĕри). Т. VI. II. Вара ывăлĕ амăшин кăкăрне: кăкăр сĕчĕ пилле, çавăр, тесе, чуп туса илет (салтак ăсатни). N. Çав çурă ят çĕре пиллени те çитет мана.

пилеш

(пил'эш), рябина. Ст. Чек. Собр. Тата, тунката çине шăтнă пилеш витĕр тухсан, пăрахат, теççĕ (лихорадка). Янш.-Норв. Уй чӳкĕнчен таврăннă чухне вара пур арçын ачасем те пĕрер пилеш хулă касса тавăрăнаççĕ, ăна вĕсем: авалхи çынсем, турра вĕлерес тесен, турă çавна пĕлсен, çав пилеш йăвăççи тăрне хăпарса хăтăлнă, тесе ĕненеççĕ. Çавăнпа халĕ ĕнтĕ çав пилешпе хуралтăсене çапсан, турă усалсене часах хăваласа кăларать, теççĕ. Çав пилеш йăвăççинчен вĕсем, çумри хĕрес çухалсан, хĕрес туса çакса яраççĕ, тата, выльăхсене усал-тĕселсем ан çакланччăр, тесе, хĕрес туса çакса яраççĕ. КС. Вăпăртан хăтарасшăн пилеш хĕрес çакаççĕ (животным). М. Яуши. Пилешрен хĕрес туса хĕрне çакас пать (= пулать). Сред. Юм. Пăру çомне пилеш хĕреç çакаççĕ, она çаксан ôсал пымас, тет. Абыз. † Пилеш патне çул турăм, пилеш патне çул турăм, йывăçшăн мар, пилешĕшĕн. ЧП. Пилеш хуçма пырсамăр. Нюш-к. Пилешрен арçури хăрать, çавăнпа чăвашсем нумайĕшĕ пилеш хĕрес çакса çӳреççĕ. Никит. Пилеш лайăх, вăйлă пулнă çул, ачасене йывăрлăх килет. ФТТ. Пилеш нумай пулсан, килес çул йăвăр пулать; Кайсар. Пилеше сĕрĕм тивсен çиеççĕ. Пазух. Улача та хапха пилеш хăма, шултăркарĕ кăçалхи уярпа. Эпир çур. çĕршыв 8. Пилешĕ тата кĕркунне хĕп-хĕрлĕ ларать. N. Унтан ват шуйтанĕ тухрĕ, тет те, çисе ларнă чух калать, тет: çак армана юсама пĕлмеççĕ çынсем; уна пĕр лав çатрака хурас пулать, тата хăмла путранки хурас пулать, унтан пилеш хĕрес туса лартас пулать; вăл вара пит усăлă арман пулать, тесе калать, тет.

пилвш-йăвăç

назв. дерева (рябина). Ходар. Чăвашсем: пилеш-йăвăçран усал хăрат, теççĕ. Пилеше вăлсем темрен те мала хураççĕ тен. Ib. Пилеш-йăвăç, çак сивĕ-чире манран уйăр; хăçан та хăçан çав çивĕ чир сан витĕр тухĕ, çавăн чухне тин мана ертĕр и пр. (Из наговора против лихорадки, произносимого при пролезании сквозь расколотую рябину в лесу). См. сивĕ чир.

пилешелле

(-жэ-), назв. игры. Николаев. пилешелле. Вылякансем ик ушкăна уйăрăлаççĕ, пĕр ушкăнĕ çулăн пĕр енне каять, тепри — тепĕр енне. Çулăн пĕр енне калакан вырăн таваççĕ. Çав вырăнта тăракан ушкăнтан кама тытмаллине канашласа хурать. Унтан тытмала ача ятне калаççĕ те, хăвалама тытăнаççĕ. Леш ача çул урлă чупса каçма тăрăшать. Çул урлă каçиччен тытсан, тытакан ушкăнĕпе пулать, тытаймасан, ĕлĕкхи ушкăнĕпех. Каланă ушкăнĕ тепĕр енне каçать. Калакан вырăна тепĕр ушкăнĕ килсе пĕр ачана каласа хăвалать. Пĕрре каланă чухне иккĕ çынна тытма юрамасть: иккĕ çынна хăваласан та, иккĕшĕ те ĕлĕкхи ушкăнĕ патне каять. Халь тытнă ачана «çĕнĕ каяк» теççĕ. Ăна та пĕр вăйă иртмесĕр тытмаççĕ. Вăйă хăвалама пĕр çын юличченех çак йĕркепе пырать. Пĕр çын юлсан, ăна виççĕ хутчен каласа хăвалаттараççĕ. Никама та тытаймасан, ачисем хăлхинчен кăшкăраççĕ.

пиллĕк

пилĕк (пил'л'э̆к), (эта форма ставится только в качестве определения) пять. N. Пилĕк çулта пиллĕк кĕтĕве кĕмен. N. Пиллĕкрен виçсĕмĕр анчах тăрса юлтăмăр. (Так говорится во многих местах). N. Çак сăмахсене илтсессĕн, эпĕ пит тăрăшма пуçларăм, вĕреннĕ чухне пиллĕкрен кая пулман. Изамб. Т. Пиллĕкех пăт кирлĕ. Регули 404. Çак пилĕк кона вăл ялан вăрманта çӳресе (порăнса). Календ. 1904. Кирек хăш ĕне те икĕ пăруран пуçласа пилĕк пăру амăшĕ пуличчен аван парать, унтан вара чакарать. Сред. Юм. Пилĕк сехетелле, пилĕк сехет таврашнелле (тĕлнелле), около пяти часов. Букв. 1904. Çĕнĕ пӳрт алăкне уçса ярсанах, пилĕк çухрăмри ту çинчи ял курăнатчĕ. Анне пирĕн: епле пурăнăпăр-ши, пĕр шалçасăр тухрăмăр, тесе йĕретчĕ. N. Пилĕк пус, пять копеек, пятак. N. Авăн пилĕк çапатпĕр.

писев

(-зэв), румяна. Кĕвĕсем. Писев сĕрнĕ хĕрсене тĕсне пăхса ан сăхлан. Шурă чĕрейлĕ хĕрсене хĕрлĕ писев хĕретет. Ib. Мунча кĕтĕм — тасалтăм, питĕме писев сĕртĕм — хĕрелтĕм. Янтик. Çак хĕр, питне писев сĕрнĕренех, чиперрĕн курăнать-çке! Бел. Гора. † Писев кĕски кӳтĕмĕр, кăкри çине хутăмăр (невесте). С. Дув. † Пите писев сĕрмешкĕн мишер хĕрĕ мар эпир. Ст. Чек. Питне писевпе сĕрнĕ. N. Питне писев сĕрместĕн-и? || Розовый. Сунчел. Писев кĕпе, розовая рубашка. Утăм. Нумай тăмарĕ, шăлт çав вырăнтах сарлака çулçăллă упа курăкĕ хушшинче писев кĕпе курăнкаласа илчĕ. || Ядовитое вещество. О сохр. здор.

пиç-ути

(-δиы), назв. растения. П. И. Орл., Д. С. Серг. Пиçути. Пĕçерсе ярсан, çак курăка типĕтсе, вĕтĕ туса сапас пулат.

пиç

(пис'), свариваться, испечься. N. Çапла тусан, урнă йыттăн сĕлеки (слюна) пиçсе каять те, выльăх урмасть. Календ. 1906. Пиçи-пиçмен çăмарта. N. † Пиçи-пиçми çăмарта пит тутлă. Тайба-Т. † Пиçи-пиçми çăмарта тавай пĕçерсе çиер-и. Орау. Апатне пиçнĕ-пиçмен антарса çитараççĕ. Обед не доваривают, подают сырым. Собр. Вут хутмасăр çăккăр пиçмест (не испечется), ĕçлесе пиçмесĕр çурт-йĕр пулмасть, теççĕ. Сред. Юм. Эх, пиçмен пашалу (неспособный к делу), çавна та тăваймасăр, ватса пăрахрăн вит. || Калиться (на солнце). Туперккульос 36. Хĕвел çинче пиçеççĕ. || Кипеть, вскипеть. Ала 11. Самовар пиçсессĕн, каллех ĕçме-çиме пуçларĕç, тет. N. Пиçнĕ шу ĕçсе порăнăр! Пейте кипяченую воду. || Обвариться. Панклеи. Тилĕ опа çине тăккĕр ярчĕ (горячую похлебку), опа пиççĕр карĕ. Орау. Вĕрекен сăр хуранне ӳксе пиçсе кайнă. || Обжигаться. N. Ан пиç. Не обожгись. N. Пиçсе ан кай. || N. Çип пĕре хуса пиçимасан, ăна тепĕр хут хăваççĕ. Ib. Ман кăçал çип сап-сарă пиçрĕ. Ib. Сань пек пиçнĕ çип эп нихçан та корман. || Воспалиться (о глазах). N. Çак тăвансем мана аса килсен, йĕртĕм-ĕçке икĕ куçăм пиçиччен. ЧП. Йĕрсе куçĕ пиçет-ĕçке. N. Йĕре-йĕре пĕтĕм куçăм хĕрсе пиçсе кайрĕ. || Гореть со стыда, осрамиться. Якейк. Ман паян пит пиçрĕ. Эп паян намăс кортăм. || Преть (о теле). Орау. Ура пиçсе çӳресе пĕтĕмпе ашланса карĕ. Ib. Нумай утнипе ура пиçсе карĕ. Ib. Ура пурни пиçсе çӳрет (преют). О сохр. здор. Трахтирте тумтирпех ĕçсе-пиçсе лараççĕ. Изамб. Т. Ул акă пирĕн пек шăрăхра пиçсе тыр выртăр та, виç сăмах çырнăшăн ултă-çичĕ тенкĕ патăр. Полтава 91. Аран-аран лашисем сулкаланса утаççĕ, пиçсе çитнĕ ывăнса. || Прижигаться. О сохр. здор. Çапла тусан, вара ӳт те пиçет (при прижигании), унта лекнĕ сĕлеке те çунса каять. || Париться (о земле). Пахча çим. 3. Уйăх çуртан (после пахоты) курăксем тухаççĕ, çĕрĕ те чылай пиçет. || Запариться. Буинск. Йытă куçран çухалсан тин чупрăм, çапла чупа-чупа ăшша пиçрĕм (запарился). Кан. Пульницара, малтан чăвашла пелекен çынна тупаймасăр ăш пиçрĕ (измучился). || Загореть. || Трухлеть. Ирч-к. Пиçсе выртнă (летом дрова лежали в сыром месте и плохо колются). | Поспевать, созревать. N. Пиçнĕ-пиçмен (не совсем зрелые) çырла тутлă мар. Ой-к. † Пиçнĕ-пиçмен çĕмĕртшĕн çĕмĕрт тăрри хуçас мар; ялта чипер нумай пуль, чипер хыççăн каяс мар, чӳрече витĕр пăхас мар. Ёрдово. † Пиçнĕ çырла сăнăм пор, пĕр хоралать-и, пĕр шоралать-и, той илемне çав кӳрет. Альш. Çырласем пиçсе иртсе кайнă (перезрели). Ib. Хăва хутлăхĕнче ытти йĕпе курăксем. Пулат вăл лапсенче хура хурлăхан аври; çула, хурлăхан пиçсен, Элшелсем каяççĕ вăрмана хурлăхана. N. Пиçнĕ = пулнă, спелый. || Зреть (о хлебе). N. Тыр пиçсе çитсен, уя тухсан çăмăллăхне пар. (Моленье). Кан. Тыр пиçрĕ. Хлеб созрел. || Стать выносливым, закалиться. Чхĕйп. Çавăнпа вăлсам халĕ те, каласан, час ĕненмесĕр тăраççĕ, авалтампа хăйсĕн ирĕкнĕ туса пиçнĕскĕрсем. Бугурусл. † Ĕçпеле пиçнĕ пирĕн аппа (навыкла к делу. Свад. п.). N. Шыв çинчи карапа та ким тытса курман, шывпа çӳресе пиçмен çын аллине шанса памаççĕ. Изванк. Ĕрне (так!) эпĕ мур таврашне нумай курса пиçмен те, пирĕн ялта мур таврашне курса пиçнĕ çынсем халĕ те пурăнаççĕ-ха. Шел. П. 48. Ĕçпе пиçсе ӳсеççĕ. Cам. 77. Шăмшак пиçсе хĕрнипе карчăк анать умранах. Сред. Юм. Санран пиçет-и вара ô. Тебе ли это сделать.

питĕрĕнчĕк

(-џ̌-), запертый, закрытый, забитый. Якейк. Çак кил тахçантанпах питĕрĕнчĕк тăрать (заперт), хуçисам вилсе пĕтнĕ полмалла К.-Кушки. Эп таврăнмассерен пӳрт алăкĕ питĕрĕнчĕк тăрат. Б. Хирлепы. † Атти укçи арчипе, арча çăраççи питĕрнчĕк, арча çăраççи уçă пулин, эпир те çавнашкал пулас çук. (Солд. п.)

Питти

имя мужч. Сред. Юм. || N. Хăш килте питти пулать те, вăл хай уçă çурейменскер, сĕрен пырсан: ачасем, манăн чир-чăра хулăпа çапса вĕçтерĕр-ха, эпĕ сире вара пурсра та пиллĕп, эсир те манăн çула çитмелле пулăр, тет. Ачасем ăна вара киревсĕр çапмаççĕ; пĕрре-и унта, иккĕ-и; пĕр-икĕ ача: çак папайран чир-чăр вĕçтĕр! тесе, çапса илеççĕ.

пичĕке

(пиц'э̆гэ), бочка. Букв. Пĕр пичĕкенĕн хĕрĕх кăшăл. (Купăста пуçĕ). Ск. и пред. 70. Унăн выльăх чĕрлĕхсем пичĕке пек çӳреççе. Череп. Пичĕке çăварĕ (закрывается пичĕке пăкки). N. Пичĕке пуçланă чухнехи кĕлĕ. «Е пĕсмĕлле, тур çырлах! Çӳлти турă, сана асăнатпăр, витĕнетпĕр. Çĕнĕ тырăпа сана асăнса пичĕке чӳклетпĕр. Йӳçсе тутлă калаçма пар. Шерпет сана, юççи пире. Акнă тырра-пулла пĕр пĕрчĕ акса пин пĕрчĕ илме пар. Çичĕ тĕслĕ тырра-пулла çичĕ кĕлет тытма пар. Авăртсан, çăнăх-кĕрпе перекетне пар. Виç пайĕнчен пĕр пайне ĕçмешкĕн, çимешкĕн, çынна памашкăн пар. Амин, çырлах! Виçĕ тĕслĕ выльăх-чĕрлĕхе виçĕ карта тытма пар. Пĕр вĕç шывра, тепĕр вĕç картара пултăр. Улт уралă хурт пур: пĕр вĕç вĕллере, тепĕр вĕç чечекре пултăр. Амин, çырлах! Килĕшпе, ача-пчапа сана асăнса витĕнетпĕр". Турра сăхсăхса пуççапаççĕ те, тата çĕнĕрен савăш курки пуçлаççĕ. Савăш курки пуçланă чух пĕри пурне те тăрса çак сăмахсене каласа сăра ĕçтерет. «Ар-ывăлсем! хуçа калать: çĕнĕ тырăпа, турра асăнса, пичĕке чӳклерĕм, тет. Сире тиври? тивмери? Тивмен пулсан, ун çинчен савăш курки пуçлас, тет. Эсир ăна кĕрĕшетри? кĕрĕшместри? Кĕрĕшетĕр пусан, ура çине тăрăр турра кĕл тума. Хурăн-сурăн кассисем! Тĕрлĕ минтер çинчисем! Эсир ар-çынсем, ака патне кайсан, апата пынă чухне, кĕпĕр хура пусан та, йĕмĕр шурă пултăр. Ар-ывăлсем, ура çине тăрăр! Хурăн-сурăн кассисем, ура çине тăрăр турра кĕлтума!» Вара вăсем пурте сăхсăхса пуççапаççĕ те, каллех тапратса калать. «Е пĕсмĕлле, тур çырлах! Çĕнĕ тырăпа пичĕке чӳклерĕмĕр. Ун çинчен сана асăнса, витĕнсе, савăш курки пуçлас тетпĕр». Вара каллех сăхсăхса пуççапаççĕ: çулти турă тесе, кĕлтăва пуçлаççĕ. Кĕлтуса пĕтерсен, турра тав туса сăхсăхаççĕ те, пĕри тăрса сăмах калать. «Савăш курки савса ĕçмелле, турă та патша курки. Çӳлте турă, — çут çанталăк унăн. Çĕрте çĕр-йыш — çĕршыв унăн. Çĕрте патша — хура халăх унăн. Ут туртайми салат, ар çĕклейми хăмла янă, ача çĕклейми çăкăр. Ăна та калах пĕлмесен, çиччĕ те пиллĕк ĕçмелле. Кала пĕлекенĕ пĕрре ĕçмелле. Путене пулас та, ыраш ани çинче çӳрес. Кала пĕлменни карăш пулас та, хăмăш тĕпĕнчен çӳремелле. Кала пĕлекенĕ савнă арăмĕпе юнашар выртмалла; кала пĕлменни арăмĕнчен ури вĕçне кайса пуçа хыçса выртмалла. Урипе тапас, ури çитес çук». Ĕçтерсе çаврăнать те, тата ыйтать. «Ар-ывăлсем! Хурăн-сурăн кассисем! Тĕрлĕ минтер çинчисем! Хуçа калать: çĕнĕ тырăпа пичĕке чӳклерĕмĕр, тет. Ун çинчен ятлă курка пуçласа ятăмăр, тет. Сире тиври? тивмери? Тивнĕ пусан, ура çине тăрăр; тивмен пусан, кунта килĕр». Тата ура çине тăраççĕ те, турра сăхсăхса пĕтернĕ çинчен пуççапаççĕ.

Пихампар

(пиhамбар), назв. духа «раздающего людям добрые качества и сообщающий йомзям (шаманам) пророческие видения; он — покровитель домашнего скота, охраняющий его от хищных зверей». МПП. Изамб. Т. Пихампар — «ангел хранитель». Ib. Манăн Пихампар ик анпуççи çинче иккĕ, усем мана сыхлаççĕ (говорит чувашин, напр., когда ему указывают на опасность). Рус. Пихампар — ангел хранитель. Череп. Пихампар, пророк. Конст. Чăв. Мухамет пихампар. Сред. Юм. Тôтарсĕм Христоса пихампар тесе калаççĕ, тет? Ib. Пихампар, божество I разряда. М. Васильев. Пихампар — пĕтĕм çынсене пĕлсе тăраканни. N. Пихампара чӳклени çак йĕрке. Чертаг. Пихампар — выльăх пăхаканскер картара. Ст. Чек. Пихампар = кашкăрсен пуçлăхĕ. Сурăха кашкăр тытсан, Пихампара пăтă паратчĕç. Н. Седяк. Пихампар, вождь волков (белый волк). N. Пихампар, «князь волков». Арç. Пире пăхан Пихампар, ху йыттуна хăвах чар. (У чуваш некоторые злые духи находятся во власти пихампар'а, а волки считаются его собственностью). СПВВ. ИА. Пихампар, йыттуна чар. Ib. Эй, Пихампарçăм! Пихампар! тырă-пулă пуласси, ăна пăртан, ар-пиртен сыхласси пурте санра. Микушк. Пихампара чăвашсем асăнаççĕ, вăсем ăна тискер кайăк выльăха тытасран асăнаççĕ. Вăл турă пирĕн Георгий выррĕне (так!) асăннă. Ib. Пихампарăн пăвăрлă лаши çилхи çине хăçан пырса пулĕ тум-хаяр, çавăн чухне тин килсе пултăр çак (ят) тум-хаяр. НТЧ. Тата тепĕрне (говорит): эсĕ Пихампара пар, вăл хăй ачисене чартăр, тет, (т. е. дай в жертву ковш пива. Сăра чӳклени). Ерк. 91. Сăнне пăхма пихампар, аран çилне шăнарать. В. Олг. Пихампар — кашкăр хонĕ.

пуян

(пуjан), богатый, богач. Юрк. † Пуян хĕрĕ пушмаклă, чипер пушмак пулмантан урам йĕрне пустартăм; урам йĕрĕ йĕр пултăр, хĕрсем чунĕ чул пултăр. Регули 846. Пуянтан тохрĕ ĕнтĕ. Ib. 1340. Вăл поян, çавăнпа онтан итрĕм (ыйтрăм) полăш. КС. Пуян çын çăлтăрĕ çутă пулать, начар çыннăн тĕксĕм пулать, тиççĕ. (Стар. поговорка). Ib. Мĕлле эсĕ, укçаран пуян-и? N. Чăвашсем калаççĕ: пуян укçи пуйтарать, çук çын укçине пĕтерет, теççĕ. Б. 13, Пуянăн кушакĕ те кайăк тытать, теççĕ. Альш. † Йăваш пуян ачисем кăçал тин вĕренет ĕçкĕ ĕçме. N. Мертлĕсем Илле пуян хĕр парать. Ст. Чек. Анушка — пуян, пурăнать-ха. || Богатство. ЧП. Пирĕн йысна пуянĕ пĕтĕм вулăса сарăлнă. Бугульм. † Пирĕн хăтан пуянĕ пин çын кĕрсен те тайлас çук. Регули 847. Он поянчен мĕн хăрас? N. Поянтан пор он (пор вăл). Н. Якушк. † Мана сума сунăшăн сумасăр пуян (богатство) турă патăр, мана хисепленĕшĕн, хисепсĕр пуян турă патăр. (Хĕр йĕрри). Якейк. † Хăта пуянь çĕн пуян. Ib. † Çак хăтайăн пуянне молне сума килтĕмĕр.

пуклак

поклак, тупой, тупоконечный. СПВВ. ПВ. Пуклак, поклак. Актай. Эрхип арăмĕ пуклак кут. (Кăвакал, вар. — çăпала). Изамб. Т. Пуклак йывăç, короткое и толстое бревно (срубленное дерево). Нюш-к. Пуклак юман, дуб с сломанной кроной. Бр. п. водку 10. Лаптак сăмса, тăхлан пуç, пуклак янах çавăн пур (у нее). N. Мĕнле ку санăн пуклак пуçлă, эсĕ ăна епле кӳртетĕн. || Широко (об отражении в зеркале). Шибач. Ак çак тĕкĕр поклак кăтартать (кĕске). || В перен. см. Якейк. Йăванăн чĕлхи поклак, çанпа вăл хĕрсене çавримасть (не умеет говорить). Ст. Чек. Пуклак чĕлхелĕ. Пуклак калаçакан çынна пуклак чĕлхелĕ теççĕ. Ib. Пуклак калаçат. Говорит не разбираясь в словах: приятных, витиеватых и неприятных, уместных и неуместных, результат невоспитанности. В. Буян. Пирĕн чĕлхе чĕкеç чĕлхи мар, пуклак чĕлхе. || Ледышок? Янтик. Пуклак — чăмăр япала, хĕлле вылямалли; урапа тапа-тапа пĕр-пĕрне лектереççĕ. || Так называют плотных и низкорослых людей. СПВВ. КЕ. Пуклак — кĕске те лутра, сарлака çынна калаççĕ. Сред. Юм. Пôклак çын — лôтра, сарлака çын. || Отмороженная (или с уродливыми пальцами) рука. Начерт. 132. См. Магн. М. || Невод (рыболовн. снасть). Золотн., Начерт. 135. Пуклак, мрежа.

пул

пол, быть существовать, делаться, совершаться, становиться, превратиться. Регули. 579. Ку япала полмасчĕ паян, эп она турăм. Ib. 582. Полман (туман) полсан, кирлĕ мар. Ib. 89. Вăл ĕç поласси такçан полать. N. † Ырă çын ывăлĕ-хĕрĕ пулам-и, ырă çын умне тăрса юрлам-и. С. Мокш. † Сăвăрсан тулă пулмастăп-ши? Шухăшласан ырă çын ачи пулмастăп-ши? Сред. Юм. Каç полса килет. День клонится к вечеру. Ib. Каç полса пырать. Ib. Санран та япала пôлаймарĕ ĕнтĕ. И из тебя ничего путного не вышло. Ст. Шаймурз. † Пирĕн аттен турă лаши, çула тухсан пырас пек. Ib. Шурăлă-кăваклă килет — çăвайинччĕ шурă юр пулса, калпакне тăхăнса хĕр пулса, килейинччĕ савнă тус пулса. Якейк. † Полас, полас, поласах, çак ял кĕрӳш поласах, полас мар-тăк, порнас мар, çак ял хĕрпе калаçас мар N. † Е пулайăп, е пулаймăп, сире урăх кураймăп. N. Никамăн та унта пăр пулман, вĕсен пулнă. Кругом ни у кого не было льда, а у них был. N. Пушă пулмарĕ, тата нумай хăваласа тухнă пулăттăм! N. Унта шыв пулмалла. Кан. Ара ку хамăр сурăх пулмаре вĕт! Пĕтрĕмĕр!.. N. Паян çăмăр пулĕ тен. Сегодня пожалуй будет дождь. Виçĕ пус. 22. Вĕсен чечекĕ лĕпĕш майлă пулнă пирки лĕпĕшкурăксем теççĕ. Ib. Нумайĕшĕ тата вĕсенчен вăрăм тымарлă пулать. Б.-Яуши. † Сиксе пырса чуп тума, инке чипер пулинччĕ. Кан. Кунта темиçе çĕр купа пулас утă сая кайса выртать. Сунт. Лисук пултăн-и-ха эсĕ? Паллаймарăм. Орау. Паян мĕн кун пулчĕ-ха, атсемĕр. N. Çырнă çырнах пултăр ĕнтĕ. Ау 294. † Çĕр-çырлисем ӳснĕ чухне тĕрлĕ курăка çавăрат, ĕмĕр пулсан çаврăнăпăр, хĕвел пек çутăлса. К.-Кушки. Кăвак лаша пулманни турă лашана вăй килет, тăван атте пулманни тăван аннене вăй килет. Собр. † Улача кĕпе пулас пулсан, тăхăнмăттăм эпĕ шурă кĕпе. N. † Кĕмĕл çĕрĕ пулĕ, пысăк пулмĕ, вăта пурнене чух юрĕ; пирĕн тăван пулĕ, пысăк пулмĕ, кĕреке умĕнче ют пулмĕ. Тим.-к. Окçини улах пулнă тет, варли пырса кĕнĕ, тет, шурă хĕрĕлли чашкипе мăйăр лартса панă, тет. Календ. 1903. Хăш чухне уйăх çĕрпе хĕвел хушшине пулать те, хĕвеле пиртен хуплать. N. Ах, эсĕ е сивĕ, е вĕри пулсанччĕ. Регули 268. Вăл онта полмин лайăхчĕ. Ib. 390. Эп тарçă полăп. Ку манăн полĕ. Ib. 393. Эп сумар пулăп. Эп пĕччен полăп онта. Ib. 398. Эс килтĕн он чох, вăлсам вăрманта полнă он чох. Ib. 571. Эп те вăлсампа онта полтăм. Ib. 397. Хăнча ман окçа полĕ, ончох кил. Ib. 678. Он чохне татни полĕ. Ib. 352. Он чохне татса хонă полĕ. Тогда уж будет нарублено и сложено. Ib. 353. Эс онта пырсассăн, пĕтернĕ полĕ. Когда ты туда придешь, (уже) будет кончено. Изамб. Т. Унтан е аллă, е утмăл пулĕ, теççĕ. N. Ман тĕлĕшрен пăртак та пулин кăмăллă пулăрах. Якейк. Э-эй, эс ĕçсех начарланса карн-çке (= кайрăн-çке), порнăçна пĕтертĕн-çке! — Полăпăрин тата. Сала 80°. † Вăштăр-вăштăр çил верет, карта айĕнчен вĕрет вăл; мăкăр-мăкăр сăмахсем, пирĕн çинчен пулать вăл. N. Сылтăм пит — çăмарти кĕçĕтни коласса полать. Цив. † Çӳлти акăш çуначĕ чухрах пулĕ пуласса; пире çырнă ачасем чухрах пулĕ пуласса. N. Сирĕн аçу-апу полĕ? || В качестве вспомог. гл. Юрк. Ку вырăн пулат-и? Разве это усадебное место? (т. е. это дрянное место и не годится для житья). Ib. Епле çук пулат?.. Пур! Кунта сĕтел çине килсе ларт, тет. Ib. Пĕр пусси кăна пур (только есть колодец на усадьбе). Шыва таçтан аякран тултармалла мар. Шыв пирки никампа вăрçма пулас çук пек туйăнат. В. С. Разум. КЧП. Хресчен пулмалла пулас пулсан, пире нумай çĕр ĕçлемелли япаласем кирлĕ пулать. Если нам придется крестьянствовать, то нужно будет приобрести немало земледельческих орудий. Регули 324. Он чохне эп килте çок полатăп (у др. килте пулмастăп). Ib. 394. Эс кам конта? — Эп тарçă полатăп конти. Тăв. 50. Вĕрентĕр, пирĕн пек суккăр пулнин ырри çук-çке. Коракыш. Вара арăм шухашланă: ку ахаль çын пулмарĕç (это не простой человек), тенĕ. В. С. Разум. КЧП. Вăл та ĕçлĕ пулса ларать. || Бывать. Баран. 133. Мĕнле шыв пулать. || Происходить. Баран. 134. Çил мĕнтен пулать? || Быть возможным, осуществиться, совершиться, приходиться. Юрк. Пулĕ те çав. Возможно, что это и так. В. С. Разум. КЧП. Пасар ытла пысăках мар, утса тухма пулех (пройти вполне возможно). N. Çук, пулмас пуль. (Отказ исполнить просьбу). N. Манăн сана курасси урăх те пулать, те пулаймасть. Регули 362. Онта ĕçме полĕ квас. Там можно будет попить квасу. Ib. 363. Ыттине тума полмĕ, кона тума полĕ. Прочего сделать нельзя, а это можно. N. † Çăварни çитмеç терĕмĕр: çитрĕ, полчĕ, иртрĕ поль, сисмесĕрех йолт(ă)мăр поль. Коракыш. Пулмаçтех (это невозможно)! тесе каларĕ, тет. Изамб. Т. Ачасем! капла пулмаст, эпир кĕтӳ йĕри-тавра саланар. N. Паян та кайса пулмарĕ (не пришлось итти). N. Санăн киле килмеле полмĕ-ши? Юрк. Карачăмĕ киле таврăнасшăн мар. Малашне те çапла вырăнтах слушит туса пурăнма пулат (возможно будет). Ib. † Шыв варринчи юпа çинче вĕçен-кайăк юрлат-çке. Элле пулас, элле пулмас, тутлă ăйхăм юлат-çке. Шугур. Мана вăл ялта ӳсме пулмарĕ (не пришлось). Ст. Чек. Ăна курса пулмарĕ (не пришлось). Ib. Эх, курса пулмарĕ ăна. N. Вăрман нумайччĕ, юпасем те килĕшсе çӳренĕччĕ, çурт тăвас тенĕччĕ, çĕвĕ вырăна куçса пулмарĕ иккен. Сред. Юм. Санран полать-и вара она тăвасси! Тебе ли это сделать! N. Окçасăр порăнма полать. Турх. † Çак тусăмсем умне пĕр тăрсассăн, куççӳл тăкăнмасăр пулаймĕ. Хурамал. Сиртен пулать-и! Вам ли это сделать. N. Касса хонă йоманне тĕнĕл тума полмарĕ. Орау. Мĕнле пурнас пулать апла? Как же это можно жить так? М. Чолл. Сантан илсе тухма пулаймас, хамăн кĕрес пуль. Орау. Вăл хута пама кăшт пулăшакан пулсан, илме пулать те, пулăшакан çук. || Иногда передается по-русски: быть нужным. Регули 373. Энер онăн килес полатчĕ. Ib. 1426. Онăн ир килес полатчĕ, вăл хальте çок. Ib. 374. Кона конта исе килес полмасчĕ, эсĕр конта исе килтĕр. Орау. Ман та паян чей ĕçмелле пулать (приходится пить чай). ЧС. Çынсем сĕт-турăх çийĕç ĕнтĕ, эпир вĕсен куçĕсенчен пăхас пулат (смотреть на них или просить у них). || Родиться. Юрк. Малтан авланнă ывăлийĕн ачисем те пула пуçлаççĕ. || Уродиться. Чхейп. Акнă тырă çине вăхăтра çăмăр çуса шӳтермесен, пулас тырах пулмаçть. ТХКА 85. Шураçăн, пулнă çулсем, тырă лайăх пулать. Альш. Утă пулнă çул питĕ аван пулать (там). Бюрганский. Вăл йăлана пăрахсан, пире пит йывăр пулмалла, теççĕ, — тырă-пулă пулми пулĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчемĕ (из рассказа о прошлом). || Поспевать. Якейк. Паломми полма пуçлать (начинает поспевать). Хурамал. Тулă пула пуçласан, тилĕпе упа кайнă тулă патне. Якейк. Ах, ман сӳс лайăх полнă. Он сӳсĕ полиман-ха. Ib. Сӳсе, полса çитсен, шура (= шывра) выртарма йорамаçть, çĕрсе каять. В. С. Разум. КЧП. Улмийĕсем йывăç çинчен пула-пула тăкăнаççĕ. N. Ыраш пулаймасан, пырăп-и тен; ыраш пулсан (если поспеет), пырасси пулмас. Баран. 154. Кунта ӳссе пулнă йĕтĕн пит хака çӳрет. || Зачитываться. N. Пĕр тенки тепĕр уйăхшăн пултăр. || Быть готовым. Орау. Пирĕн хуттăрсем пулнă-и? — Çук-ха, юнкуна тин пулаççĕ (будут готовы на среду, в среду). Ib. Пери-пĕри япала тӳрлетсе пĕтерсен, тепри ăна кĕтекенни: пулчи? тесе ыйтать. N. Вара мăн-кĕрӳ, виçĕ тапхăрччен кайса, çамрăксан (молодых) алăкĕнчен таккать, çапла каласа: пулчи? Тесе. Орау. Сăмавар пулман халь (не готов, не на столе). Ала 21. Иван, эсĕ пĕре те ан хăра, пĕр хăрамасăр вырт та çăвăр, эсĕ тăнă çĕре карап пулĕ (будет готов), тенĕ, тет. Йӳç. такăнт. 14. Ну, çитет сире паян! Чарăнăр!.. Карчăк, пулчи санăн? Ib. 15. Ман пулнă. Манăн пулчĕ. С.-Устье. Паян пулчĕ, ыран пулчĕ, туй тума вĕрем çитрĕ, тет. || Деваться. Халапсем. Манăн вара пурттăм ăçта пулчĕ (куда делся)? Н. Карм. Шăппăр таста пулнă (не знаю, куда, делась метла), урай шăлма; витере-тĕк (если в конюшне), илсе кил-ха. || Очутиться. Якейк. Пĕре ора шуса кайсанах, çырма тĕпĕнче полăн (полмалла). N. Хăйсем ялĕ таçта ту айне пулса, курăнми пулса юлат. || Казаться. N. Вĕсем мана пĕтĕмпех пĕлмен çынсем пек пулчĕç. || Оказаться. Абыз. Виç валем пек пуçĕ пулчĕ, улт купа пек кĕлетки пулч (у убитого змея). Регули 585. Ку лайăх полчĕ она. || Доставаться. Янтик. † Ах, йыснаçăм Якку пур, сана пулас хĕр марччĕ, такçтан телей çавăрчĕ. (Свад. п.). N. † Ир те пулат, каç та пулат, каçа хирĕç çил пулат; ик хура куç сана пулат, килсе курсан мĕн пулат. Лашм. Сан пекки мана тата пулĕ, ман пекки сана урăх пулас çук. Якейк. Ман виç тенкĕ окçа онах (санах) полчĕ. || Попасть в наказание. Якейк. Полчĕ ĕнтĕ коншăн мана. Достанется мне за это. Регули 587. Сана полатчĕ те, эс килимарăн. КС. Полать сана мантан! Попадет тебе от меня. || Удаваться. Ст. Айб. Выльăх-чĕрĕлĕх пăхмасăр пулмасть, теççĕ. (Послов.). N. Мункуна киле таврăнасшăнччĕ те, пулмарĕ (не удалось). Кубня. † Анкарти хыçĕнче тилĕ юртать, хуса кӳртсе пулмĕ-ши? Пулмарĕ пуль çав хуса кӳртесси (не удалось, видно). Ау 64°. Эх, пулмарĕ иккен! Не удалось! N. Сире курасси пулмасть пулĕ? (не удастся). || Сбыться. Чăв. й. пур. 19. Ăна çав ашшĕ калани чăнах пулнă (сбывалось над ним). || Случиться, совершиться. Актай. Ту-ту ула ут, çула пулса вилми ут, ту хăпарса ăвăнми ут. (Кăткă). Альш. Ывăлĕ хăранипе каласа хурать, тет, старастана улĕм мĕн пулмасса (сообщает на всякий случай старосте, предупреждая, кабы чего не случилось). Регули 590. Халь йăвăр çолсам полчĕç (килчĕç). Букв. 1904. Темĕн, ачам, пурте чăн-ши вара вăл унта, терĕ. Çак ялта акă иртнĕ хĕлле чăнах та пуласса та пулчĕ ун пекки. Юрк. Лешсем те темĕн пулчĕ-тĕр, тесе, хăраса пӳртрен хăшĕ турчăка, хăшĕ ухват йăтса тухса, ăна: сана мĕн пулчĕ? тесе ыйтса пĕлеççĕ. || Быть занятым. Алших. † Тек авăнпа пулас мар, паранкă кăлармасăр юлас мар. || Притворяться, делать вид. Панклеи. Ачу (сын твой) килнĕ çĕре эсĕ чирлĕ пулса вырт (притворись больною). N. Лешĕ мĕн те пулин вăрланă пулать. Тот делает вид, что украл (в игре). Регули 171. Эп те ĕçленĕ пек полам. Ib. 335. Эп тытнă полтăм. Ib. 336. Вăлсам çине кала, вăлсам тытнă полччĕр, эпĕр мар. Ib. 361. Эп çакна тума полам. Ib. 360. Конпа çирĕм лаша вăрланă полам. || Обещать, обязаться. Юрк. Унта çынсене хăйпе кĕрешме чĕнет, хăйне çĕнекен çынна çирĕм пилĕк тенкĕ тӳлеме пулат. Альш. Вăрçĕччĕ, вăрçма юрамаст, мĕшĕн тесен вĕсем варçмасса пулнă. N. Пама пулнă. || Хотеть. N. Каясшăн пулнă. М. Карач. Вĕренсе тухсан, эпĕ пит вĕренме каясшĕн пулнă, вĕрентекен те пит парасшĕнчĕ. Çамр. Хресч. Мĕн тĕрлĕ эпĕ сана ярасшăн пулмарăм, çапах та эсĕ мана итлемерĕн. Как ни старался я удержать тебя (дома), но ты меня не послушался. || Истопиться. Городище. Мунча пулнă. Баня истопилась. Сред. Юм. Мунча пôлнă. Баня истоплена, готова (можно итти париться). Ст. Семёнк. Кăмака пулнă. Печка прогорела. || Coire. Городище. Эп Ванюкпа пулман. || Употребляется в чувашизмах. П.-Сорм. Унччен те пулмарĕ, тет, тимĕрç-лаççи патне çитрĕ, тет, çав çĕленех. Йӳç. такăнт. 52. Эпĕ çитеччен те пулмарĕ (не успел я подоспеть), вăл тăвар кисиппипе янклаттарса та хучĕ. Ала. Çавă ача пӳрте кĕрсессĕнех, пушăтне пăрахаччен те пулман, ачана çапнă та ӳкернĕ. Юрк. Вăл эпĕ çапла каличчен те пулмарĕ, кĕнеке аллинчех тытса тăнă. Эпĕ ăна сăнаман та. Эпĕ çапла каласанах, вăл мана вулама кĕнеке пачĕ. Ib. Ăна пулсан, тăванĕсем, ял çыннисем, пурте начар çынсем пулнă. N. Эпир пулсан, пĕр пус та ярас çук. Мы на его месте не послали бы ни одной копейки. Якейк. Иван полса Иван мантан колать. На что Иван, и тот надо мною смеется. Сенчук. † Ай-хай куккамçăм, инкеçĕм, чăнах пулмалипе пулнă иккен. СТИК. Ĕнтĕ эсĕ ачупах пултăн! Ты там все возишься с ребенком! Ну уж ты спаслась там со своим ребенком. БАБ. Хайхи хушпусене: мĕн пулсан пулат (будь что будет), пытарса хутăм. Ib. Мĕн пулсан та пулат (что будет, то будет), эпĕ те юмăç каланă тăрăх туса пăхам-ха. Пшкрт. Мĕн полсан полат, тавай кĕрсе пăхăпăр. Хĕн-хур. Мĕн пулсан та пулĕ (что будет), сик: ура хуçăлнине тӳсĕн, вутра çунниех мар. Янш.-Норв. Хайхине, мĕн пулин пулат тесе, пĕтем вăйăмпа: уççах! тесе кăшкăрса ятăм (крикнул на волка, который крался к вутăш'у). Ib. Унăн пек хĕр эпĕ кун чуллĕ пулнăранпа та курман (очень хороша). Сред. Юм. Пиччĕш пôлмин, ашшĕ пôлтăр. Для меня не брат, будь хоть отец (все равно). Ала 12. Малалла вара ватă хуçанăн унпа пырасси-тăвасси пулман, тет. Толст. Санран çĕлесси пулмĕ. Не сумеешь шить. Шурăм-п. Мана: çакăнта лар-ха! тесси пулмарĕ. Сёт-к. Пĕр тапрансан полмĕ-ха вăл йоласси. Когда примемся за работу, то уж не будем оставаться дома (из-за незначительного дождя). N. Ырана валли çак стихотворение вĕреннĕ пултăр (вĕренсе хунă пултăр)! У меня, чтобы к завтрашнему дню выучить это стихотворение. Регули 1505. Эп хам тума пĕлместĕп полсан, вăл мана вĕренттĕрччĕ. Ib. 365. Çапла тăвăр, мана тытмалла полтăр. Ib. 442. Тытса полсан, исе кил. Ib. 443. Ман атти килнĕ полсан, сан пата ярăп. Ib. 448. Сумар полнă полин, мĕн ĕç? Ib. 457. Вăл корнă полсан, çиленнĕ полĕ. С.-Устье. Çавнашкал (такой-то) салтак килсен, укçа илнĕ ан пултăр (чтобы с него не брать). Альш. † Илтнĕ пулăр хĕр-çынсем: çулла каяс ан пулăр. Регули. 310. Эп онта порнатăп полсан, халь ман пата килĕччĕ. N. Порăннă полнă, тет, пĕр ялта пĕр карчăкпа старик. N. Санăн ачу вилмен пулнă, вăл сиве шăнса вилнĕ пек хытса кайнă пулнă, халĕ пӳртре ăшăнчĕ те, авă сывалчĕ.

пули-пулми

какой попало, зряшный. О сохр. здор. Унăн навусне те пули-пулми çĕре пăрахас пулмасть. Изванк. Çак пăтта пули-пулми çĕрте чӳклемеççĕ. Собр. Пули-пулми çынпа (с первым попавшимся) ан çыхлан, теççĕ. Альш. † Пирĕн аттепелен анненĕн ячĕ аслă: пули-пулми çынсем кĕреймест. Полтава 2. Вăл утăсем патне пули-пулми çынна пырса çӳреме пит хĕн. НАК. Çавăнпа чăвашсем пӳрт туртнă çĕре пули-пулми çынпа ача-пăчасене ярсах каймаççĕ. (Пӳрт туртни тесе çĕнĕ пӳрт тунă чухне мăк çине лартнине калаççĕ. Янбулат. † Поли-полми хĕрĕсем, çона çомне ан çыпçăр, çона сăрне яратăр (сотрёте краску). N. Пули-пулми çынна ху çуртна ан кӳрт. Орау. Ăна пули-пулми (п̚улми) апат çима хушман. Ему не велено есть без разбора (велено соблюдать диету). О сохр. здор. Пули-пулми апат çисе варвиттине ерет. || Незначительный, пустяшный, зряшный. Вино-яд. Ӳсĕр çын пули-пулми çăмăл чирпех те вилет. Бур. Пули-пулми сăмаха эпĕ илтмесен кам илтес! || Дрянной. N. Пули-пулми таваршăн укçа суса ан тухăр. || Чепуха, пустяк, ерунда. СПВВ. Пул; пули-пулми ан калаç.

пулă

полă (пулы̆, полы̆), рыба. Трхбл. Пулă, пулă, пулă! Пулă пуçĕ çулă! (Пулă сутаканăн сăмахĕ). N. Пулăран килчĕç. Вернулись с рыбалки. N. Пулли пулсан, тытаканни те пулĕ. N. Полла Атăла карĕç. Орау. Купăсти лайăхах мар та: пулă курман — шӳрпи, тиç (послов.), çампек — юрарĕ. Юрк. Чăвашсем ытти çимĕçсене пулăсене (cuiusque generis), тата ытти çимĕçсене те ытти çынсем пекех пĕçерсе çиеççĕ. Сред. Юм. Тинĕс хĕрĕнче ял пик пôлăсĕм выртаççĕ, тет, çав полăсĕм çĕршер пăт какайне касса илсен те туймаççе, тет. Арзад. 1908, 35. Элкӳле сĕрекепе пулла кайнă. Кан. Пулă тытас ĕç мĕнле пырать. Ачач 105. Ачасем вара кунĕ-кунĕпе пулăра ирттернĕ (были на рыбалке). Баран. 168. Вĕсем пăлансем усраççĕ, тискер кайăксем, пулăсем тытаççĕ. N. Альошки алра та тытса тăма пĕлмест, пулă пекех явкаланат. Альш. Пулă вăлчă сапат. Ib. Кӳлĕ пулли юхса выртан шыври пулăран хăйне ăрасна пулă пулат вăл. Ib. Пулла кĕрсе, теççĕ пулăçăсем. Изамб. Т. Эпир ĕнер, кăнтăрла сулăнсан, пулла кайрăмăр (ловить рыбу). N. Пулăран тавăрăнсан. СЧЧ. Пулла çӳре, ходить ловить рыбу. См. шыв. Ау 206. Пулăçă пулла çӳрет, тет. ЧП. Çак эпир пурнакан çĕр пулă çинче тăрать. (Наговор). Собр. Япалан тулĕ тулă, ăшĕ пулă, теççĕ. (Послов.). См. пул.

пултăк

(пулды̆к), сила (физическая и умственная). Ст. Чек. Ялюха М. Мĕн пур пултăкăм, пулăвăм çак-тăр çав. Такова уж, должно быть, моя природа.

пултăран

(пулды̆ран, пулдран), борщовник сибирский (раст.) heracleum sibiricum. П. И. Орл. Д. С. Серг. Пултăрантан яшка пĕçереççĕ. Орау. Пултăран яшки туххăмах йăлăхтарать. Пултăран яшки çине какай та яраççĕ, умма та яраççĕ; хăш чухне салма та яраççĕ. Рак., Кайсар. № 92. Пултăран. Çуркунне сертесем ватăлсан, умма (паранкă) çулçисем пуличчен çак пултăрана ярса, яшка пĕçереççĕ. Рак. Пултăран, яшка çине ярса пĕçерсе çиеççĕ. N. Полтăран яшки.

пуляк

поляк. N. Çак хута каяла тарнă чух пуляксен умаççи картинче ӳкертĕм.

пумилкке

пумилке (пумил'ккэ), поминки. ЧС. Собр. Пĕр-пĕр çын вилсен, унăн пумилкине е пĕр эрнерен, е уйăхран туса иртереççĕ. Пумилкине тунă чухне пĕр тиха, тата урăх япаласем пысаççĕ, ашне хума ĕстел-пукан илеççĕ те, виçшер лашапа, шăпăрпа, пĕр вар пуçне кайса, ашне хуранпа пĕçерсе çияççĕ, тата хăйсемпе пĕрле вилнĕ çынĕ те пукан çине ларса çиет, теççĕ, Ала 73°. Песни на поминках по умершем (пумилкке юрри). После смерти взрослого человека или старика в положенный родственннками умершего день чуваши справляют поминки по нем. День для поминок выбирают чаще осенью, после уборки хлебов. Гости сначала едят и пьют в избе, а потом выходят на улицу, где против дома умершего ставится чурбан. К чурбану с одной стороны прикрепляется свеча. По выходе гостей из избы свеча на чурбане зажигается, разводится костер около чурбана. Скрипач играет на скрипке, один или двое из гостей пляшут на разгоревшемся костре до тех пор, пока не потухнет костер, а остальные гости в это время кружатся вокруг чурбана и поют следующие песни. 1. Çурăм пуçĕ килет шуралса, шурă пир карсан та чарас çук; хĕвел тухĕç килет хĕрелсе, хĕрлĕ хăмаç карсан та чарас çук; пирĕн иртсе пыракан ĕмĕрĕмĕр, шурă чаршавă карсан та чарас çук; телейрен иртекен çутă тĕнче пиртен те юлĕ-çке çак тĕнче. 2. Асаттеçĕм, асатте (если молодой умерший, то вместо слова «асаттеçĕм, асатте» поют «тăванăм» или имя умершего), çурăмпуç килет шуралса, санăн сăну çук-ĕçке; чĕкеç килĕ — чивĕлтетĕ, санăн чĕлхӳ çук-ĕçке; ир тăрсан та, каç выртсан та, сан вырăну пушă-ĕçке; эпир сана асăнатпăр, эсĕ пире ан асăн. Ст. Чек. 'Пумилкке. Пăру, сурăх пусаççĕ, сăра тăваççĕ, çимĕç тăваççĕ, эрех илеççĕ, çĕр чĕртеççĕ (= çĕр-хута лараççĕ). Малтан пуçтарăнсан кĕпер патне тухаççĕ: унта чăхă пусса исе тухаççĕ, çиеççĕ асăнса, хывса масар çине каяççĕ, кĕпер хываççĕ, вилнĕ çынна каçса çӳреме Сĕтел-тенкел лартса хăвараççĕ унта, асăнса çиеççĕ. Масар çине кайсан, вут чĕртеççĕ. Хĕрес çумне юпа лартаççĕ, юпи çине çурта çутса лартаççĕ. Хăпарту, чăкăт хураççĕ. Ăрама çуртисене — мĕнĕсене исе тухаççĕ, ĕçеççĕ-çиеççĕ, вут хураççĕ, таптаççĕ, ташлаççе. Çав эрнерех эрнекун хутăштараççĕ — ĕлĕк вилнисемпе пĕрле асăнса çиеççĕ: пĕр çĕре хутăштаратпăр, пĕрле çӳрĕр, тесе. Çын вилсен, ăратнене, качча кайнă хĕрĕсене чĕнеççĕ. Арçын вилсессĕн, арçын: çывăхраххи, тетĕшĕ е ывăлĕ, çăват; хĕрарăма хĕрарăм çăват: хĕрарăма та, арçынна та шур кĕпе, шур йĕм, ун çине сăкман тăхăнтараççĕ. Урине: атти пулсан, аттине, кĕçатти пулсан, кĕçаттине, тăхăнтарса вырттараççĕ; арçын пусан, çĕлĕкне хураççĕ; арçынна шăшлĕ, тура хураççĕ. Тăприне хăне, çывăхраххи, çĕр пуçлакан малтан ярат пĕр кĕреçе. Çӳппи-çаппине, тупăк тунă чухнехи турпасĕсене масар çине кайса тăкаççĕ. Пытарса килсессĕн, пĕр читвĕрт эрех ĕçеççĕ. Виç кунĕнче така е сурăх пусаççĕ. Умĕнче пултăр! тесе çурта çутса çиеççĕ ăратнепе. Юппиччен [т. е. до общих поминок, которые бывают в «Юпа уйăхĕ»] эрне каçсерен çурта çутса асăнаççĕ, хываççĕ пумилкке тăваччен. Кĕркунпе, кĕрхи-сăрара пумилкке тăваççĕ, ăратнисене, хурăнташĕсене, ютрисене чĕнсе пумилкке тăваççĕ. Пумилккене шăматкун каç пуçлаççĕ. Ăратнесем, ютсем пĕçерсе пыраççĕ çимĕç: пашалу, çăмарта, кулачă илсе; çывăхраххисем — ялтисем тет ютрисем те — килсерен чăхă е автан пусса палăштух эрех исе пыраççĕ. Пурте пуçтарăнсан, аслă кĕпер патне, çăл патне каяççĕ пĕчĕк сĕтелпе тенкел лартса: умăнта пултăр, тесе хывса хăвараççĕ. Хĕвел ансан, е тĕттĕм пулсан, масар çине каяççĕ хывма. Унта килтен çимĕçсем: автан, çăмарта, хăпарту, эрек, сăра, пыл — камăн пур, исе каяççĕ. Малтан çиеççĕ асăнса, унтан хываççĕ. Савăтсене çавăнтах çĕмĕрсе хăвараççĕ. Масар çинчен килсен, ĕçеççĕ-çиеççĕ, купăспа ташлаççĕ, юрлаççĕ. Çурçĕр тĕлĕнче тата лартса çитереççĕ: çиекенĕ çиет, ĕçекенĕ ĕçет, хуçа ĕçтерет, юрлакан юрлат, ĕçекен ĕçет, çывăракан çывăрат. Килекенепĕрне аçа куркинчен (особый ковш на поминках) ĕçтереççĕ те, леш: умĕнче пултăр, тесе, пĕр пус-и, икĕ пус-и курки çине ярат та, ĕçет. Çав укçасене пуçтарса эрек илеççĕ. Çутăлсан çав эрекпе, сăрапа ăрама тухса, купăспа ташласа, юрласа ĕçеççĕ. Кайран, ĕçсе пĕтерсен, аçа куркине: умăнта пултăр, тесе, тапса çĕмереççĕ. Унтан вара ăратнене каяççĕ. Кам исе кĕрекенĕ патне пурин патне те кĕреççĕ. Унта та купăспа юрласа, ташласа ĕçсе-çисе çӳреççĕ. Пумилкке тусан пĕр эрнерен ăратнесене чĕнсе хутăштараççĕ. Çурта çутса асăнса: пĕр çĕре хутăштаратпăр, уйрăм-суйрăм ан çӳре, тесе асăнса ĕçсе çиеççĕ. Н. Седяк. 'Аслă пумилкке. Кăнтăрла иртсен çын чĕнеççĕ те, вилнĕ çынна асăнса выльăх пусаççĕ. Çак выльăха пуснă чух кăшт шăпăр калаççĕ. Тепĕр çамрăкрах ачана выльăх пуссан кайран лаша утлантарса хурăнташсене чĕнме яраççĕ. Лаши мăйне шăнкрав çакаççĕ, ачи çурăмне тутăр çакаççĕ, умне мăй-çикки çакаççĕ (тенкĕрен тунă). Ялти хурăнташсене чĕнсен, масар патнелле кайса çапла калать: (ятне) выльăхна илме пыр, тет. Пур хурăнташсем эрех, пыл, хăшĕ сăра илсе пыраççĕ, унтан вара хываççĕ те, кăларса тăкаççĕ. Пумилккере шăпăр, кĕсле, купăс каласа ташлаççĕ. Çĕрле пулсан, лашапа нумайăн масар çине каяççĕ. Çынсем каяччен, хайхи чĕнме кайнă ачана пĕр пиçнĕ чăхă ашĕ парса яраççĕ; çак ача пуринчен малтан кайса ашне вилнине асăнса çиет пĕчченех, вара лешсем те лашапа пырса çитеççĕ. Унта хываççĕ, ĕçеççĕ, ташлаççĕ. Çапла ташласа иртерсен, пурте киле таврăнаççĕ те, çĕрĕпе ĕçеççĕ, ташлаççĕ, юрлаççĕ, хăшĕ (конечно) макраççĕ. Ирхине пулсан, шурăмпуçпе хапха тул енне, урама тухса иртерсе яраççĕ. Урамра киле лартаççĕ, ун çине вилнĕ çынна хывнă чашăка лартаççĕ. Хайхи, чĕнме кайнă ача, виçĕ хут ташласа çаврăнать те, киллине урипе тапса йăвантарать, вара вăл килĕ темиçе кун выртать урамрах. Унтан вара пумилкке пĕтет. Масар çине, вилнĕ çыншăн тесе, чашăк, кашăк, чĕрес пăрахаççĕ; ашне çисен, шăммисене те çавăнтах кайса пăрахаççĕ. Вилнĕ çыншăн асăнса лашă пуснă пулсан, нăхта кайса пăрахаççĕ. Пирĕн масар çинче нахтасем выртса çӳреççĕ. Вилнĕ çынна чăвашсем çулталăкра виç-тăват рет асăнаççĕ. Çын вилнĕ çултан пуçласа виçĕ çимĕкре масар çине лашапа урапапа кайса асăнаççĕ (хываççĕ). Çимĕк умĕн кĕçнерни кун масар çинче çын питĕ нумай пулать асăнакан. || Так бранят лошадь (годна на заклатие на поминках). N. Ах, пумилкке, мур!

пупле

попле (пупл'э, попл'э), говорить, поговорить, беседовать. Регули 143. Эп илтрĕм эсĕр мĕн попленине. Ib. 120. Çӳрес пек поплерĕ. Ib. 116. Эп онта ĕçлессине поплерĕм омпа. Ib. 115. Эп омпа поплерĕм лере тыр сотмассине. Ib. 24. Эп онта поплемешкĕн килтĕм. Ib. 1078. Вăл попленипе онта никам та порăнмасть. Ib. 769. Поплеççĕ, вилнĕ тесе. Ib. 136. Вăл (онăн) поплени онта. N. Пуплерĕ, пуплерĕ: пуп тесе ахаль каламан иккен! (Отзыв чувашина о попе). N. † Йори килтĕм çак хоçа патне çавра-çавра поплеме. Бгтр. Онтан кĕпĕр айне вĕçсе анчĕç, тет те, такамсампа поплеме поçларĕç, тет. N. Асту, чипер попле! Смотри, говори осторожнее! Бр. п. водку 8. Тĕрĕссипе каласан, сахал пуплет Пĕтемей (не разговорчив). N. Вăл пупленĕ чухнех чуть ытлашши сăмах калаçма та юратмаçть, тет. N. Сана пĕре килти пек корса поплĕтĕмччĕ. || Любезничать, заводить любовную интригу. N. Арăмĕ полсан та, çын арăмсемпе поплеме йоратать. N. Манпа поплес текен хĕр нумай. || Осуждать. N. Çын çинчен попле, осуждать ближних. || Говор, наречие. Синьял. † Çак ял ачисем пĕр манер, пупле майне пĕлмерĕм. N. Ун пек ялсем пуплине пур çынсем те пĕлеççĕ.

пур

в соединении с именами означает: каждый или весь. Кан. Пур çуртĕнче те (во всех домах) çитменлĕхсем куçа курăнаççĕ. N. Пирĕн енче пур тырă та акаççĕ. Баран. 93. Пурин кĕмĕлне те миххи çăварне хур. Шурăм-п. Пирĕн яла çитсессĕн: хĕрлĕ Кĕркури ăçта пурăнать, тесе, ыйтăр анчах сире пур ача та кăтартĕ. N. Ман ятăм ĕмĕр пĕтичченех унта пултăр, манăн куçăмсем, чĕрем пур кун та унта пултăр. Качал. Хĕр Йăван ăттине хыврĕ, тит те, виçĕ хут пур вăйран (изо всех сил) çапрĕ те, Йăван тăчĕ. Якейк. Килти пор çын та тола тохрĕ (но: не «çынсем»). Килти çынсем пор те тола тохрĕç (но: не «çын»). Тяптяево. Вот епле вĕсем пăкăр вăрмана çитрĕç, пăкăр вăрманта пăкăр çулчăсем, эпĕ пĕр çулчине татса илтĕм те, пур вăрманĕпе çулчăсем тăкăнма пуçларĕç. Завражн. С Е. хăй хорăнташĕсенчен пор çĕртен те иртерет. Регули 1005. Пор çынсам та конта. О сохр. здор. Тăпра ăшĕнче темĕн-те-пĕр çĕрме пултарать: пур ӳсекен курăк-улăм, пĕтĕм пахча-çимĕç, пур пăх-шăк вилĕ çĕре çăрăнса кĕреççĕ те, унта исленсе выртса çĕреççĕ. Синерь. Тепĕр пӳлĕмне кĕчĕ, тет те, унта уçса пăххăþ — ылтăн, тет, пур пури (= пурри) выртат, тет. N. Çак ĕçсене пурнех те туса пĕтерсен. N. Пуриннинчен те хаклă. Чув. пр. о пог. 13. Хĕвел тухăçĕ пур тĕслĕ пулсан, çăмăр çав кунех кĕтес пулать. Если при восходе солнца небо окрашивается во все цвета, нужно ждать в этот день дождя. Регули 1007. Пор тĕслĕ те туса пăхрам. || Всё. N. Мана пурне тума та ирĕк панă.

пурĕ-пĕр

все равно. Юрк. Юрĕ ĕнтĕ, пурĕ-пĕр, тет упăшки. Ib. Мĕн çинчен вуласси мĕнĕ акă çак кĕнекере тĕнчере епле çынăн пуç мимийĕ йăвăр, çавăн çинчен çырнă. — Йăвăр-и, çăмăл-и, пурĕ-пĕр-тĕр? — Йăвăр мимеллисем чăн ăслă çынсем пулаççĕ. N. Ули санăн пултăр, терем те: хĕрпи те пурĕ пĕр ĕне (такая же корова), теççĕ.

пуртарах

(-да-), форма сравн. ст. от пур. Шел: 41. Пăртак пуртарахĕсем ырлăх çине путаççĕ. Сборн. по мед. Çакна ăнласа вуласа, çак кĕнеке çинче мĕн-мĕн тума хушнине туса пурăнсан, сывлăхлăрах та, пуртарах та пулăп. Пир. Ял. Анчах чи малтан чухăн пурăнакансене параççĕ, унтан пуртараххисене. Г. А. Отрыв. Хыса та çавах, пурте тăхăниман, пуртараххисам (более зажиточные) анчах ĕçлетнĕ.

пурăнăç хатĕрĕ

жизнеспособность; жизненные соки. Баран. Асту-ха (посмотри-ка) çак йывăçа! Вăл халĕ пĕчĕкçĕ, илемсĕр, çапах та ун ăшĕнче пурăнăç хатĕрĕ нумай.

пурçăн

(пурз'ы̆н), шелк. Пшкрт. † Çак тăвансемпе калăçнă чух чĕлхе вĕçĕ пурçăн пулмарĕ. Орл. II, 249°. Сĕм вăрманта пурçăн тĕрки çакăнса тăрĕ. (Палан). Чуратч. Ц. Вара патша çак чăваша пĕр сĕвен пурçăн çип пачĕ, тет. N. Пурçăн карти варринче, ылттăн юпа тăрринче ярăна-ярăна кукку авăтат. Юрк. Çутă калушна мĕшĕн тăхăнан, пурçăн чечек пулмасан? N. Унăн (мунчанăн) ăшши шерпет, милки пурçăн. Изванк. Ачасене анне урлă каçарсанах, анненĕн çăварĕсене, хăлхисене пурçăн татĕк, ан куртăр тесе, чикрĕç. Курсан, хăйне юлташ кайран ертсе каять, теççĕ. В. Олг. Тата пор килмелли, тесе калат, вилĕ çын тиркет. Хăлхая, тет, порçăн чикрĕç, сăмсая та чикрĕç, коçа та чикрĕç, коç кормарĕ, хăлха илтмерĕ, суляма та полмарĕ, тотая та питĕрсеç, килмеллине пĕлместĕп. Собр. † Пирĕн пичче сар лашине сар пурçăнпа чăпарланă. (Хĕр йĕрри). N. Тĕпри лаши çине йеп çăртине пурçăн витĕрсе, сулахай енчен хăмăт кĕççи çине чиксе каяççĕ. Н. Карм. † Кăвак лашасенĕн çилхисене кам явни пур сарă пурçăнпа. Собр. † Пурăмăр пурте пулар-и? Пурçăн карта саврар-и? N. † Пурçăн тĕвви пулăтăмчĕ, хĕрсен хӳмĕнчен тухмăтăмчĕ. Сред. Юм. Порçăн кĕпе, рубашка из шерстяной материи. Чертаг. Пурçăн туттăр, у чувашки, не шелковый, а скорее кашемировый, стоит 90 коп. (тенкĕрен 35 пус катăк). || Шерстян. нитки разных цветов. Ходары.

пус

, пос, давить, придавить, надавливать, нажимать, набивать. Шел. 98. Ирĕксĕр пусса выртма тытăнчĕç. N. Урине урапа пусса карĕ. N. Вăл çĕрĕк патаккине питĕ хытă пусма тапратрĕ. Альш. † Пусса-пусса ан кала (не играй сильно надавливая на лады), пуç ыратать, аттеçĕм; варрăн-варрăн ан кала, вар ыратать, аттеçĕм. Ib. † Пусма кĕпе пит пусать, хăмаç кĕпе пит усать. Ib. Старикки пĕр ывçă тăм илет те, çын кĕлетки туса кăмакана хурат, тет. Куçне тăхлан пусат (вдавливает), тет. Ст. Шаймурз. † Укалчаран тухсассăн, тăм кĕлетке тăвăпăр, куçне тăхлан пусăпăр, пилĕкне пурçин çыхăпăр. Н. Лебеж. Чавка чĕппи илнĕ чух виçсĕмĕре çыран пусрĕ (придавил обрушившийся берег). Чертаг. Хыт пôсса толтарнă. Ib. Пôса-пôса толтарнă (туго). Б. 13. Çĕнĕ кĕрĕк çĕлетрĕм, пусса тăхăна (регулярно, все время) пĕлмерĕм, ахалех çĕтĕлсе пĕтрĕ. Кан. Пусарчăксем çĕр мамăкне пусарах тиеме май параççĕ. N. Пусса хуман, наложено неплотно (вещество). Толст. Чăршă турачĕсем юр пуснипе (под тяжестью снега) усăна-усăна аннă. В. Олг. Ора айне кĕрсе каят, поссарас (= посса ярас) полат (как раз задавишь, котёнка). Сред. Юм. Хӳме ачана пôснă. Забор задавил ребенка. Ib. Хыта полнă-и, тесе, хăмла кипписĕне порне те посса пăхса тохрĕ. Батыр. Пĕр çынна кашни каç вопăр посма поçларĕ, тет. Орау. Урапа кустăрми сысна мăйĕ çинех çитсе пусрĕ. Ib. Çӳлти хутри мачча йăтăнса анса, аялти хутсенчи маччасене те пусса йăтăнтарса антарнă (или: пусса çĕмĕрсе антарнă). Ала 61. † Тăванçăм каяс патне те, ай, çитсессĕн, куçне пусса шăла та пуçларĕ. N. † Шерпетпеле питне çăваççĕ, шур пӳспеле пусса шăлаççĕ. N. † Питне куççулпе çăват, çаннипе пусса шăлать. Карсун. Чипер посса шăл (плотно вытирай). Бугульм. † Куççулĕпе пичĕсеве çăваççĕ, çанни вĕçĕсемпе пусса шăлаççĕ. Юрк. † Шурă акка пачĕ шурă тутăр, вĕри куççӳллисене пусса шăлма. Кан. Ăна (кулача) вăл вара ларса çимест, пур те курччăр тесе, ăрам тăрăх утса урлă пусса çыртса пырать. || Поглаживать (напр. брюшко). ТХКА 121. Шурă мăнтăр аллипе квапи тĕлне тытать те, йăл-йăл кулса савăнса, мăн хырăмне ик алпе вар пуснă пек сĕркелет || Ступать, переступать, наступать. Юрк. Хăваттиртен хаприке виççĕ ярса пуссан çитетен. ССО. Ярса пусмассерен çĕнĕ япала. На каждом шагу новости. N. Эпĕ ăçталла ярса пуснине искерсе (наблюдая) çӳретĕн. Альш. Пурте çывăрса кайсан, ку хĕр тăрат, тет те, çав каччи текенни çине пуссах тухса каят, тет. Алших. Çулçине татса ил те, урупа ун çине пус. N. Пĕрре слон çиленнĕ те, хăй хуçине урипе пуснă. N. Мăн кĕрнӳкерĕ çак такмакне каласа пĕтериччен, ытти туй халăхĕсем пурте мăн-кĕрнӳкер хыçĕнче умлă-хыçлă тăрса, тепĕр ура çине пусса, пуçĕсене пĕшкĕртсе, ташласа тăраççĕ. Сюгал-Яуш. Эпĕ, шыв хĕрне çитсен, нумайччен пусса çурерĕм. Ск. и пред. 103. Пĕр пуçĕнчен хыр каска тӳртне пусса кĕмешкĕн (вместо приступка или ступеньки). || В перен. зн. Никит. Михали пилĕке пуснă. Михаилу пошел пятый год. ТХКА 13. Ман ывăл ача кăçал кĕркунне вунă çул тултарчĕ, вунпĕр çула пусрĕ. Изамб. Т. Ватăлтăм ĕнтĕ, хĕрĕхе пусап та (старухой стала). N. Çавăнтан кайран тăватă кун иртсе пиллĕкĕмĕшне пуссан (на пятый год)... || Приклеивать. N. Прошенисене пусма илекен маркă укçине, тата урах та тӳрех пуçтарман укçана косвенный налог теççĕ. || Прикладывать. Скотолеч. 16. Урнă йытă çыртнă вырăна хăвăртрах тимĕр хĕртсе пусас пулать, е вĕри кĕлпе пусас пулать. N. Вăл (уж) сăхнă вырăна ĕмме те, тимĕр хĕртсе пусма та кирлĕ мар. Ой-к. Вара хай карчăка хĕртнĕ тимĕрпе чĕлхинчен пусрĕ те, çаклатса лартрĕ. || Приложить (ладонь). N. Аллине кăмака çумне пусса илчĕ. Приложил ладонь (лапу) к печке. N. Аллине тӳнĕ пур çине (на толченый мел) пусрĕ те, пĕрене çумне пусрĕ. || Приложить руку, подписаться. N. Ку хут çине алă пуснă. Эта бумага подписана. N. Çак укçана илтĕм, тесе, алă пуснă. || Покрывать. Трахома. Малтанах куç шăрçи çине кăвак йăлхах (пленка) пуса пуслать. N. Тар пусасран хăратăп, боюсь, чтобы не покрыл пот. Альш. † Кĕмĕлех те çĕрĕ пысăк пулмас, унăн куçĕсене тар пусмас Юрк. Вĕсем çине тăпра, тусан пуснă пирки, курăксем ешерсе ӳсеççĕ. N. Мĕскĕн тумтирĕ хутламĕсенче тусан пусни паллă мĕн. Ib. Хуйхăлă чĕрене çу пусмĕ. || Заносить (о снеге), завалить. N. Малтан тухса кайнă чухне пĕр çын çуртне пĕтĕмпе юр пусса кайнине (что завалило) курчĕ, тет. N. Пӳрте юр пусса (хупласа) илнĕ. || Одолевать. Альш. † Кĕркуннехи уçăма турă (гнедой) ут пусĕ малашне. Каша † Ай-хай тăванăмсем-çунатăмсем, çичĕ ют пусрĕ, тесе, ан калăр. Ачач 80. Выртатăн, выртатăн та, хĕвел ăшши пусса çитернĕрен, çавăнтах акă питĕ тутлă... тутлă ăйхăпа çывăрса каятăн. ГТТ. Этемме хĕвел пуснине, уйăх пуснине куратпăр. N. Улăп пусни. С.-Устье. Вара патша ывăлĕ калат: анчах пăхса лараттăмччĕ, ыйхă хытă пусса килчĕ те, çывăрса карăм, тет. Шурăм-п. Тумтире е ӳт-тир çине пыйтă пуссан, инкек пулать. Якейк. Ĕçе-ĕçе кăсене сăра пуса пуçларĕ (стали пьянеть). ГТТ. Килте хура кушак пулсассăн, хура чăхă пулсассăн, тăшман (враг) пусаймас, тет. Зап. ВНО. Анана арăм-ути пуснă (пусса кайнă). N. Пĕтĕм çырмана хăва пусса çĕнтернĕ. Сред. Юм. Мана паçăр ӳсĕр чистиех посса çитнĕччĕ, халь толта çӳрекелерĕм те, пăртак орăлтăм. N. Икĕ çырма хушшине çырла пусса çĕнтернĕ, ай люли; пирĕн ялсен хĕрсене, ай люли, укçа пусса çĕнтернĕ. N. Ун пек чух тирпей кирлĕ, унсăрăн чир чĕр те пусса илме пултарать. N. Карташне (кил-картине) пĕтĕмпе курăк пусса илнĕ. || Обмакнуть. Пшкрт. Юрк. Тиркĕ хĕрринчи пăттине кашăкпа ăсса илсе, çу куçне пусаççĕ, унтан çулă пăттине çăвара хыпса çиеççĕ. N. Посса пар, обмакни (это перо в чернила) и дай мне. || Употреблять насилие. ЧП. Тĕвик-тĕвик текерлĕк, тӳсе çиме юрамасть; ӳснĕ-ӳсмен хĕрсене пусса илме юрамасть. Ib. † Пулнă-пулман урпана пусса вырас ан пулăр. Изамб. Т. † Шав-шав урпа пулмасăрах пусса вырăс мар. || Нашивать. Альш. «Тевет» — умра вуншар, çирĕмшер пуслăх кĕмĕл икĕ ĕрет, тата шăрçа пуснă. Микушк. Ăна хăмачăпа пир çине пусса тăваççĕ. || Удерживать. N. Хыснашăн пусса юлакан укçа (объяснение косвенного налога). || Ставить. Чотай. † Ору айне покан пос, чавсу айне çытар хор; покан посан тийиса сохăр-вĕтрен ан полтăр. (Свад. п.). || Валять (сукно). Изамб. Т. Тĕртнĕ тăлана пусасçĕ. V. S. Çăмран пусса тунă япала. Сред. Юм. Тăла пôсать, чăх пôсать, ура пôсать. Ib. Пôсса çитет поль ĕнтĕ ко тăлана: кĕрессе те нăмай кĕнĕ, тачкаласса та тачкалнă. Пора перестать валять (толочь) сукно, ибо оно достаточно укоротилось и стало толстым. Баран. 162. Хĕрарăмсем... кошмасем пусаççĕ, палассем тĕртеççĕ. || Сидеть на чем, высиживать (о наседке). Тораево. Пĕр çын тĕрне çăмарти тупнă, тет те, ăна пусса ларать, тет. БАБ. Чăхă тавраш, хур-кăвакал тавраш пусма сивĕнсен, каллех пустăр, тесе, татах юман кăмпине тытăнаççĕ. ЧС. Сĕрен ачисем кĕнĕ çĕре, сакă çине кĕççесем, минтерсем сарса хураççĕ. Ăна, чăххи пусма лартăр тесе, сараççĕ. Бюрганский. Кăçал, тен, сан телейпе-и, чăхсем пит ырă пуса-пуса кăларчĕç. N. Пусма ларнă хур. Орау. Хăш-хăш кайăксем (шăнкăрч) пусма ларнă чухне, ами кайсан, ун вырăнне йăварра аçа ларать. Некоторые птицы насиживают гнезда попеременно (самец и самка). Якейк. Пирн виçĕ чăхă посса лараççĕ, темле пăрахтарас, шыва чикес поль. N. Чăх пусма ларнă. Орау. Хурсам пусма лара пуçларĕç (стали садиться), курнать. N. Курак ларать йăвара çăмартине пусса. || Настигать. ЧС. Вăрманта-мĕнте, çăмăр-мĕн пусас пулсан, йăвăç айне ан тăрăр. || Грабить. Пшкрт. Кĕлет ăшне хорак посса токса (подломали). || Крыть, топтать (о птицах). Орау., КС. Алтан чăхха пусать. Б. Олг. Атан чиппе (курицу) посать.

арлă-пирлĕ

v. ignota, неизвестное слово в заклинании. Альш. Тĕтĕрни. Е пĕсмĕлле, турă çырлах! Тăвас чӳкĕ çырлахтăр, хывас вилли пиллетĕр. [Адам ятсăр çуралать этем Эй кутĕнче пĕр тĕк çав. Эти слова в рукописи зачеркнуты]. Е пĕсмĕлле, Адам ятсăр çуралмас. Атăл урлă, Сăр урлă лаша патман (чит.: Ашапатман) старик килнĕ — çăварĕнче пĕр шăл, кутĕнче пĕр тĕк; çав вĕрет те сурат та, кăларат та ярат та: ылттăн таканипе авăсса каларат, кĕмĕл шăпăрĕпе шăлса кăларат. Пăлат (булатным) çĕççипе касат та чикет те, кăларат та ярат та. Вĕрӳçе карчăк килте çук, пырса ярăтăм, укçи çук. Куç тух, куç тух! Каç кайса вырттăр, ир выляса лартăр; хăмла пек хăпартăр, çулçă пек саралтăр (надо: сарăлтăр). Сала-кăмпи салатса ярат, юман-кăмпи вĕрсе сурса кăларат. Ип пултăр, сип пултăр, вĕрни-сурни çак пултăр. Суя тени тьăн пултăр, вĕрни-сурни çак пултăр (пусть на этом кончится отчитывание). Кун кунлама кун патăр, çĕр çĕрлеме çĕр патăр, турăран ырлăх пултăр, этемрен сиплĕх (польза) пултăр. Çан (тело) çăмăллăхне, пуç сывлăхне патăр. Арлă-пирлĕ хура куç, юхса пыран юхăм шыв; юхăм шывпа юхса кайтăр, вĕçен çилпе вĕçсе кайтăр. Кун таврăнат (как вновь возвращается день) — таврăнтăр, çĕр таврăнат — таврăнтăр, пĕлĕт сирĕлет — сирĕлтĕр. Пĕвĕнчен-сийĕнчен, ӳтĕнчен-тирĕнчен, шăмминчен-шаккинчен, сăнĕнчен-сăпатĕнчен, чĕринчен, чĕрни вĕçĕнчен тухса кайтăр. Куç тух! Куç тух! Юман-кăмпи çинче вуттăмас, Иван çинче куç тăмас. Куç тух! Куç тух! Тфу! Хура куç, сарă куç, çирă (карий) куç... куç, хура çынта хура куç, сарă çынта сарă куç, çирă çынта çира куç. Кун таврăнат — таврăн, çĕр таврăнат — таврăн, пĕлĕт сирĕлет — сирĕл — ыран та мар, паян та мар, халь, те пулин халех, тет. Куç тух! Тфу!

арман

(арман), molat, moletrina, мельница. Мельницы бывают: ал-арманĕ, аларман, mola manuaria, ручная мельница (см. на своем месте); шыв арманĕ, шыв армань, шыв-арман, molae aquariae, водяная мельница; çил арманĕ, çил армань, çил-арман, molae, quae venti impetu versantur, ветрянка; кĕрпе арманĕ, molae, quibus grana frumenti a tunicis separantur, круподерка; лаша арманĕ, quae iumentis, вут арманĕ, quae vi vaporis versantur, паровая мельница. Тоскаево. Арман виçĕ терлĕ пулать: кĕрпенĕн, шыв арманĕ тата çил арманĕ. N. Пирĕн арман талăкра (= тавлăкра) икçĕр пăт тырă авăртать. Наша мельница мелет 200 пуд. в сутки. {{anchor|DdeLink6182591829761}} N. Эп тырра хамăр армана кăлартăм. Я вывез хлеб на свою мельницу. Альш. Арманта вырăссем вырăсла калаçаççĕ. На мельнице (были) русские, (которые) говорили по-русски. Изамб. Т. Инçе ан кайăр, вырăс арман айне лартма илсе кайĕ (стращают детей). N. Хватлă çилте арман ямаççĕ (не пускают в ход). N. Арманта тырă нумай, халях черет тивес çок. N. Аслатте калани. Етĕрне уесĕнче, Упи вулăсĕнче, Алмач ятлă сала пур. Çав Алмач арманне лартма пуçланă чух, чи малтан, ĕçе пуçличчен, шыв хĕрне вешник умне тăваткăл шăтăк авăлтрĕç, тет. Шăтăк тĕпне çынна лармалăх çĕртен пукан пек хăварчĕç, тет. Шур хăва тĕммисем панче пĕр ача юрăсем юрласа ларать, тет. Вăл ачана Хапăс вăрманĕнчен вăрласа килнĕ, тет. Шăтăкне чавса пĕтерсен, ку ача çине пĕр çăкăр çакрĕç, тет. Тата шăтăка пĕр алтăр шыв хучĕç, тет. Вара çав ачана шăтăка лартрĕç, тет те, çиелтен çĕрпе витсе хучĕç, тет. Ку: шыв арманĕ ан татса кайтăр (scr. кайчĕр), тесе, хураччĕç, тет. Халь çын вырăнне кушак чунĕ е чăхă, чунне хураççĕ, тет. (Çĕн-ял старикки Симян. 3—V—1923 г.). Ст. Чек. Армана шыв илнĕ (или: урапана шыв илнĕ). Мельнаца в подпруде, т. е. подтоплена. О. Захаров. Кĕрпе арманĕ. Кĕрпе арманĕ икĕ пая уйрăлать: 1) лаша çаврăнаканни 2) лаççи. Лаша çаврăнаканнин варрине тăваткăл шăтăк тăваççĕ. Çак шăтăк варрине пысăк вал (1) тăратса хураççĕ. Тăракан валăн аял пуçне, вĕçне пĕр шите яхăн хăварса, шăллă урапа (4) кĕртсе лартаççĕ. Çӳлерех, вăл ăшне турта (2) лаша кăкараканни (3) кĕртсе хураççĕ. Тăваткал шăтăк урлă, валăн лаç енне, йываç хураççĕ, çак йывăçа пуçелĕк (20), теççĕ. Çак пуçелĕк çине вал хураççĕ. Ку валăн тепĕр пуçĕ лаçра тепĕр пуçелĕк çинче выртать. Выртакан валăн лаша çаврăнаканнинчи пуçне, пысăк урапан шăлĕсем тĕлне, ултура, урăхла штĕрнек (5), кĕртсе хураççĕ. Выртакан валăн лаçри пуçне, вĕçне пĕр аршăн хăварса, шăллă урапа (7) тăхăнтарса хураççĕ. Лаçри урапан çурри шăтăкра тăрать. Шăтăк тăрăх, урапан шăлĕсем енне, валăн çӳл енне, йывăç хураççĕ. Ку йывăçăн пĕр пуçĕ (19), чула улăхтарса антараканнине (18) пăркаласан, çĕкленет те, анать те. Çак йывăçăн вăта çĕрне тимĕр йĕке (9) тăратса хураççĕ. Йĕке çине, урапан шăлĕсем тĕлне, ултура (8) тăхăнтарса хураççĕ. Çӳлерех парапан (10) ăшне, йĕке çумне вĕркĕç тăваççĕ. Йĕкен çӳл вĕçне тĕпек тăхăнтараççĕ. Тĕпек çинче çиелти чул выртать (11). Аялти чул шăтăкне, йĕке тавра, сӳспе питĕреççĕ. Çӳлти чулăн шăтăкĕ тĕлне, пĕрме (14) айне, сыпка (13) çакса хураççĕ. Пĕрмене икĕ кашта çине çакса хураççĕ. Тĕш, хывăх саланса ан кайтăр, тесе, чулсем тавра кăшкар (12) тăваççĕ. Кăшкар ашĕнчен валак (15) тухать. Валак хывăх тухаканнин (16) ăшне кĕрсе пĕтет. Хывăх тухаканнине парапан çумне вĕçĕпе çыпаçтарса хураççĕ. Хывăх тухаканни тĕлĕнче парапан уçă. Хывăх тухаканни айĕнче лар (17). Лаша çавранаканнинче пысăк урапана, штĕрнеке, выртакан валăн пайне хăмасемпе витсе хураççĕ. Лашана туртана кӳлсе çавăрсан, тăракан валпа пĕрле пысăк урапа çаврăнать. Пысăк урапа шалĕсемпе штĕрнеке лексе выртакан вала çаврать. Выртакан валпа лаçри урапа çавранать. Лаçри урапа, шăлĕсемпе ултурана лексе, йĕкене çаврать. Йĕкепе пĕрле вĕркĕçпе çиелти чул çаврăнаççĕ. Сыпка çумĕнчи патак, çиелти чул шăтăкин хĕррине лексе чул çаврăннă май чĕтрет те, сыпкана чĕтретсе, пĕрмерен сыпка витĕр пăрие чул шăтăкне юхтарать. Чул шăтăкĕнчен пăри, икĕ чул хушшине пулса, икĕ пая уйрăлать: пĕр пайĕ тĕш пулат, тепĕр пайĕ хывăх пулать. Тĕшпе хывăх, чулсем хушшинчен тухсан, валак тăрăх хывăх тухаканнине юхса анаççĕ. Хывăх тухаканнинчен хывăх, парапан ăшĕнчен вĕркĕç вĕрнипе, хăй çулĕпе лар хыçне вĕçсе тухса каять; тĕш лара сирпĕнет. Кĕрпе тăвас тесен, тĕше тепĕр хут авăртаççĕ. Изамб. Т. 4° Çил арманĕ. Çил арманăн пури ултă пичетнирен ытла пулмас. Хăш-хăш арманăн лаççи пулат. Арманăн çунчĕ тăваттă, улттă, саккăр, вуннă пулат. Çуначĕсем вала çавăраççĕ. Валăн вăта çĕрне пит пысăк урапа тăхăнтартнă. Ул урапан хĕрринче шăлсем пур. Ул шăлсем йĕкенĕн çӳл тăрринчи улт-урапана лекет. Йĕкенĕн аял пуçĕ ухвачĕ чулăн шапине лекет. Çил-арманта пĕрре те иккĕ те чул пулать. Тырра арманта пĕрмене хываççĕ. Унтан тырă, чул айне юхса анса, çăнăх пулса, лара юхса тухать. Чул çĕклекеннипе армана хытă кайсан пусараççĕ. Çаплах çăнăха вĕтĕ те шултăра та тăваççĕ. Армана çиле хирĕç тăвас тесессĕн, хӳрипе пăраççĕ. Арман çулне такçапа тăкаççĕ. Ветряная мельница. Сруб ветряной мельницы бывает не болле шести погонных (печатных) сажен в вышину. У некоторых мельниц бывает амбар (нижний сруб). Крыльев у мельницы бывает четыре, шесть, восемь и десять. Крылья вертят вал. На средину вала надето огромное колесо. На краях колеса зубцы. Эти зубцы задевают за шестерню, находящуюся на верхнем конце веретена. Нижний конец веретена вставлен в порхлицу. Ветряная мельница бывает об одном и о двух поставах. Хлеб на мельнице сыплют в ковш: оттуда хлеб сыплется под жернов, обращается в муку и попадает в ларь. Если мельница мелет чересчур быстро, то, чтобы замедлить ее ход, подымают подлегчину. Ею же пользуются и для того, чтобы смолоть муку помельче или покрупнее. Чтобы поставить, мельницу против ветра, её поворачивают правилом. Жернов насекают насекой. Альш. Арман айне çын тытса янă. Тĕрлемесре пĕр çын виçĕ лаши-мĕнĕпех çухалнă. Елшелсем вăрмана кайма хăранă çавăнтан. Арманта темĕн те пур: армана хăйне усал туса панă, арман мелникĕсем çавăн пек усалпа пĕр майлă çынсем. Самай ăсти чĕлхе пĕлет: çавăнпа усалсемпе килĕштерет. Армана тусанах, айне çын ямасан, авăрмас: усал çын чунĕпе улăштарат; ăна пĕр-пĕр çын чунĕ кирлĕ. Под (вновь построенную) мельницу пускали (в виде жертвы) человека. В с. Тюрлеме один человек пропал (таким образом) вместе с тройкою лошадей. По этой причине альшеевцы боялись ходить в лес. На мельнице можно встретить самые страшные вещи: и самую мельницу устроил чорт, а мельники — это люди, которые действуют заодно с чортом. Наиболее искусные из них знают наговоры (заклинания) и потому и живут в мире с чертями. Если построишь мельницу и тут же не опустишь под нее человека, то она не будет молоть, потому что чорт берет за нее взамен человеческую душу: ему нужна человеческая душа. Чуратч. Çавалта хăш-хăш арман айăнче усалсем пурăнаççĕ. Вăсене çур-кунне, кĕр-кунне тата çула, ялан пĕр вăхăтра, эрех ĕçтермесессĕн, усалсем арман пĕвине татса яраççĕ. Тата хăш-хăш çын арман айне, арманне лартнă чух, ача чĕрĕлех лартаççĕ. Под некоторыми мельницами на р. Цивиле живут черти. Если весною, осенью и летом, всегда в одно и то же время, их не попоят пивом (т. е. не совершат им возлияний), то они прорывают мельничную плотину. Также некоторые люди при постройке мельницы опускали под нее живого ребенка. Н. Седяк. Араан кĕлетĕнче сăра курки пек пĕр куçлă шуйттан пур, теççĕ; арман шуйттанлă пулать, теççĕ. Çĕрле чарнă армана авăртать, теççĕ. Говорят, что в здании мельницы обитает одноглазый чорт, с глазом величиною с пивной ковш, и что таким образом на мельницах бывают черти. Говорят, что он (т. е. одноглазый чорт) мелет ночью, пустив в ход остановленную (мельником) мельницу. Мшушк. Чăвашсем арманта шуйттан нумай пуранать, теççĕ, ăна çĕрле авăртакансем кураççĕ, тет. Пĕр çын çĕрле арман авăртнă, тет; вăл вăхăтра арман хуçи Хĕлип ятлă пулнă, тет. Арман авăртакан çур-çĕр çитес чух армана çăнăх катма кĕнĕ, тет. Арман чул çинче пĕчиккĕ, шур сухаллă старик ларать, тет; арман чулĕ тапах чарăннă, тет. Ку çын хăранипе арман хуçине калама чупса кĕрсе кайнă. Хĕлипĕ, вăл сăмаха илтсен, пĕрре те хăрамасăр, мăкăртатса тухать, тет: татах тухса ларнă пуха (i. q. пулĕ-ха), çапла ларакан-ха вăл, тесе. Иккĕш те юнашар утса пыраççĕ, тет, анчах хăйсем пынă чух чул çинче нимĕскер те çук, тет, чулĕ типерех авăрса ларать, тет. Чуваши говорят, что на мельнице живет много чертей. Это видят те, кому приходится молоть ночью. Один человек молол ночью хлеб; хозяином мельницы тогда был некто Филипп. Когда помольщик пошел около полночи на мельницу, молоть муку, он увидал там маленького белобородого старичка, сидевшего на жернове, который вдруг перестал вертеться. В страхе помольщик побежал в избу, чтобы сообщить хозяину мельницы о том, что он увидел. Выслушав его, Филипп ничуть не смутился и только пробормотал, выходя из избы: «Опять, поди, он вышел; он всё так выходит и садится (на жернов)». Тут они пошли на мельницу, идя рядом и не отставая один от другого, но когда они пришли, то на камне уже никого не было, и он молол (versabatur), как надо быть, по прежнему. Курм. Уй варринче ухмах арам ташлĕ. (Арман). Среди поля пляшет сумасшедшая баба. (Загадка: ветряная мельница). Собр. 278°. Арман патне вĕреннĕ йытă унтах вилет, теççĕ. Собака, привадившаяся к мельнице, там и околеет. (Послов.). Альш. † Çил арманĕ пурасан, ыраш пулмас, тиеççĕ. Говорят, что если срубить ветряную мельницу, то не будет родиться рожь. (Отклик старнного предразсудка). || Имен. Вăл пуш армана-кăна авăрат = тăвас çук япала çинчен калаçат. Он попусту мелет (болтает). || His sequuntur appellationes partium , per litteras digestae, ipsius vocabuli арман nulla ratione habita. Adduntur numeri, qui ad simulacra peryimemt, quae extremo libro adiicintur. Notis etiam quibusdam usas sum: pro шыв арманĕ Ш. posui, pro кĕрпе арманĕ К, pro çил армане А. Omnes quae hic desidersbuntur voces alio loco quaerendae sunt. Ниже следуют в азбучном порядке названия отдельных частей арман и относящихся сюда предметов. В составных названиях слово арман при распределении слов во внимание не принимается. Номера при названиях и в тексте указывают на соответствующие части чертежей, которые будут помещены в конце выпуска. Номенклатура, не вошедшая в настоящую статью, будет приведена в соответствующих местах Словаря. Сокращення: Ш — вод. мельн., К — обдирка, А — ветрянка. Неизбежные неточности и неполнота объясняются малою ознакомленностью составителя с мукомольным делом, а также недостаточностью материала.

ала айĕнчи кĕрпе çăнăх кĕрпепе кĕрпе сăмси

тата кĕрпе хывăх анакан вулаксем (65), canaliculi quidam sive foramina K, per quae granorum variae particulae effunduntur. П. И. Орлов. Çак шăтăксем çинче ала силленсе тăрать те, кĕрпе, çăнăх кĕрписем, ала виттĕр тухса, шăтăкран анса каяççĕ.

çăнăх вулакки

canaliculus ille K, per quem grana lam molis fracta super cribra (кĕрпе али) effunduntur. П. И. Орлов. Авăрлă тыр чул кăшкарнчен хывăхĕ-мĕнĕпех, кĕрпене уйăрлма, кĕрпе али çине çак вулак çинчен юхса тухать. (52).

кĕрпе шăтăкĕсем

ita app. foramina arcarum, per quae granorum (кĕрпе) reliquiae everruntur. П. И. Орлов. Кĕрпе ларĕсенчен юлашки кĕрпене çак кĕрпе шăтăкĕсенчен (64) шăлса илеççĕ.

çӳлти пăрăс

(с’ӳл’ди п̚ы̆ры̆с, с’ӳл’д’и п̚ы̃ры̃с). 1. Tignum quoddam, quod, cum molas incidi opus est, hue illuc mover! potest. А. Турх. Çӳлти пăрăс — чула тăхнă чух шутарса çӳрекенни (К). «Верхний брус» — тот, который передвигается при ковке камня. 2. Trabes transversa, qua palorum (пелнока) сарita superiora retinentur. Якейк. Çӳлти пăрăс вăл кĕпер умăнче, вĕçĕсем холхасенчен тытăнса тăраççĕ; çак пăрăс пелнокасене çӳл вĕçĕнчен тытса тăрать. Пелнокасене аял вĕçĕнчен тытса тăракан пăрăса красный пăрăс теççĕ. «Верхиий брус» — перед мостом; концы его укреплены в холха; этот брус поддерживает с верхнего конца белоноги. Тот брус, который поддерживает белоноги с нижнего конца, зовут красным брусом.

хăвăл

(хы̆вы̆л), i. q. ворот хăвăлĕ. Шевле. Йопа çине тăхăнтарнă хăвăл йăвăç. Арман тăррине çавăрмалла чох çак хăвăла çавăрса хӳрене кăкарнă каната хăвăл çине аврантарса кĕскетеççĕ или вăрăмлатаççĕ. Пăркăç та çавăн пекех, анчах вăл йопа çинче мар, хӳре çинчех. Пăркăçĕнне те вĕренне пĕр вĕçне йопаран кăкарнă. Кĕскерех каласан, пăркăçлă хӳрен вĕренĕ хӳрене пăрнă чух, хӳре çинчи пăркăç çине авранать, хăвăлпа çавăрнакан хӳрен вĕренĕ — йопа çинчи хăвăл çине авранать. Дупло — дуплистое дерево, надетое на столб. Когда надо повернуть шатер, то, поворачивая дупло и таким образом наматывая на него канат, привязанный к хвосту мельницы, укорачивают канат или (разматывая) удлиняют его. (Перевод конца этого текста см. в пăркăç).

шăлтăрма

(шы̆лды̆рма), trochlea annexa infundibulo (пĕрне), per cuius orbiculum traiicitur funiculus, qui alveolum (­алтăркаç) cum сып яраканни connectit. Блок (прибитый к ковшу; через него проведена тонкая веревочка от «алтăркаç» к сып яраканни. Шевле. Тоскаево. Шăлтăрма пăрмай чалăш ырçа çумĕнче пулать; çак шăлтăрма витĕр пăяв яраççĕ. Пăявăн пĕр вĕçĕ ырçа таканине çыпăççа тăрать, тепĕр вĕçĕ шăлтăрманăн пăркăçне лекет. Ырçа таканине ăлăхтармалла-антармалла пулсассăн, шăлтăрманăн пăркăçне пăраяс пулать. Блок всегда бывает я ковше. Через блок пропущена веревка, один конец которой прикреплен к корытцу, а другой задевает за шăлтăрма пăркăçĕ. Чтобы приподнять или опустичь корытце, стоит только повернуть шăлтăрма пăркăçĕ. А. Турх. Такана çĕклекеннине шăлтăрма теççĕ; ăна пăраççĕ те, çĕклет вара вăл. Прибор для поднятия корытца называется блоком; его поворачивают, и он подымает (К).

аршăн

(аржы̆н), mensura Tschuv., quae triplicata efficit orgyiam septempedalem quae appellatur чалăш. liaaani. Lamina ferrea vel lignea eadem mensura. Аршин (мера длины); аршин (железная или дерев. полоса, служащая для измерения и имеющая 16 вершк. в дл.). Нюш-к. Çак тăла аршăнĕ мĕн чул? Сколько стоит аршин этого сукна. Ст. Чек. Çак тăлан аршăнĕ мĕн тăрат? Что стоит аршин этого сукна? Б. Олг. Мĕн чолĕ çак тăла аршăнĕ? Id. Альш. † Аршăн-аршăн пĕвĕмтĕр, ылттăн ука çӳçĕмтĕр. Во мне несколько аршин роста, мои волосы — золотой позумент. N. Кашни татăкне хăйне уйăрăм пĕрер аршăнтан лартса пымаллаччĕ. Нужно было каждый отрезок посадить на аршин один от другого. Ст. Чек. † Аршăнĕ-аршăнĕпе илтĕм симĕс пусма. Рак. † Пирĕн хыçра кӳл пит аслă, тимĕр аршăн путмастăр (scr. путмасттăр). У нас на задах такое большое озеро, что железный аршин не достигает дна. (Ирония?). N. Кирек ăçта кайсан та, аршăнра тăватă шит теççĕ. Quocunque venerimus, eadem rerum natura utendum est.

аса ил

(аза ил’), reminisci, вспоминать. Ала З. Патша çавăн чухне хĕр çуралнă каç ӳкнĕ хучĕ çинчен аса илнĕ, тет. Тут царь вспомнил о письме, упавшем в тот вечер, когда у него родилась дочь. Череп. Кăсйисене хыпаларĕ-хыпаларĕ, тет те, çак улăма тивертсе ямаллине аса илчĕ, тет. Ст. Чек. Каят пуль хăй асне килнĕ çĕре. Орау. † Килтен инче пурăнса, аса илсе хурланса, çырать кăна çаплалла. Живя далеко от дома и вспоминая с тоскою о родине, пишет эти слова. Ст. Чек. Вăл мана асне те илмерĕ пулĕ, мана чĕнмерĕ хăнана. Он, вероятнр, забыл (как бы намеренно) меня, совсем не позвал меня в гости. Т. М. Матв. Аса илчĕ — ака кӳлчĕ. Вспомнил — запряг плуг. (Послов.).

асăн

(азы̆н), reminisci, recordari, вспоминать, поминать, упоминать. Якейк. Эп виçĕм çол ĕçтернине кĕрӳ халь те асăнать. Ib. Мана онта кам асăнакан полĕ? Кто, поди, меня там вспоминает? (или вспомнит). N. † Кайăк хур каят картипе хăмăш кӳлне ясăнса. Ах, тетеçĕм (тетеçĕм)! эсир каятăр ушкăнпа, атте килне асăнса, эпĕ юлатăп пĕчченçи çичĕ-ют килне асăнса! Дикие гуси летят вереницей, памятуя об озере с камышом. Ах братец (братец)! Вы отправляетесь гурьбой, намятуя об отцовском доме, а я остаюсь одна в чужом доме, памятуя, что я теперь уже в чужом доме, чужая! Сред. Юм. Асăннипе самай пõлтăр. Пõр япалана каçта туса пĕтерен, кăшĕ тăта асăннипе самай пõлччăр. (Об иной вещи хорошо, если и поговоришь только). Череп. Асăннипе иртĕ. Пройдет упоминанием (т. е. дальше разговоров дело не пойдет). Янш.-Норв. Анне кăмăлĕ çемçе кăмăл: асăнсан та йĕрет, асăнмасан та йĕрет. У мамы мягкое сердце: она плачет и тогда, когда вспомнит, и тогда, когда не вспоминает (бессознательно). (Хĕр йĕрри, из плача невесты). Ст. Чек. Асăннă — ака кӳлнĕ, тет. Как вздумал, так и за плуг. (Послов.; говорится неодобрительно о том, кто вздумает о чем-нибудь и сейчас же захочет выполнать свое намерение, не соображаясь с обетоятельствами). N. Сана асăннипе ал тытатăп. Жму твою руку, вспоминая тебя. || Memoriam alicuius cum caritate usurpare, поминать добром. Ст. Чек. Пирĕн ял-йышсем халĕ те сана асăнаççĕ. Наши деревенские до сих пор вспоминают о тебе. || При перемене интонацои та же фраза может иметь и дурное значение («поминают лихом»)]. Ст. Чек. Эп сана манмăп, асăнăп мана кăпла телейлĕ тунăшăн. Ib. Икерчĕ пĕçерсен, пирĕн анне калаччĕ: асăнса килекен çисе кайтăр, курайман хапхумĕнчен (= хапха умĕнчен) çаврăнса кайтăр. Когда мать пекла блины, она (всегда) приговаривала: «Поминающий добром пусть приходит и поест (этих блинов), а ненавидящий пусть повернет от ворот назад и уйдет. Ст. Айб. † Ай-хай савнă тусăм, хура куçăм! асăнать-ши пире курасшăн? Милый черноглазый друг! есть ли у него (нее) желание, стремится ли он (она) повидаться с нами? || Iniquo animo recordari. Также поминать лихом. Т.-И.-Шем. Умăнта пултăр, сĕт кӳле пултăр; эпир асăнатпăр, эсир ан асăнăр. Да будет это (т. е. поминальные яства) перед тобою молочным озером; мы вас поминаем, а вы нас не поминайте лихом. (Из поминального обряда «автан сăри»). Байгл. Эпир сана асăнатпăр, эсĕ пире ан асăн. Мы тебя поминаем, а ты нас не поминай лихом. (Из «нумилкке юрри», поминальной песни). Fontes I, 12. Ибрахим кĕрсенех, Тĕнче-çăвар тăрса ларчĕ, тет те: тархашшăн ан вĕлер, Ибрагим! ӳлмĕрен эпĕ сана асăнмăп, эсĕ мана ан асăн, терĕ, тет. Как только Ибрагим вошел в избу, Всемирное Хайло встало, село и говорит: «Ради бога не убивай меня, Ибрагим! С этих пор ни я не буду поминать тебя лихом, ни ты меня не поминай!» || Nomine appeilare alqm. De sponsa dicitur, quae prodiens inchortem omnes, quos ipsa diligit, nominatim appeilare solet, flebilibus modis de sorte sua querens. Также говорится о невесте, когда она выходит на двор и причитает, упоминая имена любимых ею лиц и угощая их пивом. Эй при этом дают и деньги в ковш. Череп. Сред. Юм. Качча каякан хĕр асăнма, тõхнă. Невеста вышла на двор «поминать». Ib. Качча каякан хĕр мана асăнчĕ. Невеста «помянула» в причитании мое имя (и дала мне пива). N. Хĕрĕ те кама хирĕç пулать, кураканне-пĕр асăнса йĕрет. || Deos nominatim appellare (de iis dicitur, qui rei divinae operantur). Также благоговейно произносить имена божеств во время жертвоприношений и молений. N. Алă çусан калать: «турра асăнар!» тет. Вымыв руки, он говорит: «Помолимся богу»! («помянем бога»). Сиктер. Хура халăх асăнать çичĕ тĕслĕ тыррипе, ачи-пăчипе, чӳ-ӳк (т. е. чӳк, producta voce, протяжно) — çырлах! Честный (трудовой) народ поминает имя твое (т. е. божие) и вместе с своими детьми приносит тебе жертву семью родами хлеба. Ib. Хăй вара çĕлĕкне хул-хушшине хĕстерет те, çапла каласа кĕле тума «тытăнать: «пӳлехçĕ, çырлах (scr. пӳлĕхçĕ-çырлах), пуснă шурă вăкăрăмпа (scr. вăкрăмпа) чӳ-ӳк... (h. е. чӳк, producta voce, протяжно) çырлах. Килĕшпе, ачам-пăчампа, выльăхăм-чĕрлĕхĕмпе пӳлĕхçĕ, чӳ-ӳк, çырлах», тесе ӳксе пуççапать. Ун хыççăн пурте: «ырă чӳк-кĕлĕ пӳлĕхçĕ хапăл ил», тесе, ӳксе пуççапаççĕ. Асăнса ларса, çиеççĕ те, киле пуçтарăнса таврăнаççĕ. А сам кладет шапку свою под мышку и так молится: «Определитель, помилуй! С зарезанным белым быком, приняв жертву, помилуй. Со всем своим домом и с домочадцами, со всей скотной, молим тебя о помиловании». Товоря это, молящийся кладет земной поклон, а за ним и остальные поклоняются, говоря: «Определитель, прими святую жертву!» Потом, благоговейно, памятуя о божествах и произнося их имена, садятся и едят, а затем, собравшись, возвращаются домой. Чхĕйп. Вара пурне те асăнса (scr. ассăнса) пĕтерсен, юмăçне ĕçтерсе, укçа парса, усатса, лашана килне еçнĕ (и q. леçнĕ, scr. йĕçне). Вара ун хыççăн кил-хуçи, ăçта асăннă (scr. ассăнă), унта нухратсам пăрахса çӳренĕ. Потом, помянув всех, накормили жреца (юмăç) и проводили его домой на подводе. Затем после него хозяин дома, по тем местам, где обитают духи, упоминавшиеся в молитве, побросал нухраты. || Parentare, поминать покойников. Нюш-к. Авалхи çынсем ӳкçисе (= укçисене) хунă чухне: е çынна вĕлерсе, е лаша-мĕн пусса асăнса çиекен-çиç илтĕр çак укçана, тесе, хунă пулать вара. Старинные люди, когда зарывали свои деньги (клады), то заговаривали так: «Пусть доищется этих денег только тот, кто убьет человека или принесет с молитвой в жертву лошадь, вспоминая положившего (т. е. произнося: «умăнта пултăр») и имея ввиду сказанное им заклятие». Шихазаны. Анне каларĕ: Пĕрре кĕрсĕра каç (накануне осенних поминок) хамăр пăяхамсем патне ваттисене асăнма кайса килтĕмĕр.... Мать моя сказала: «Однажды, накануне осенних поминок, мы съездили к деверю (точнее: «в дом старшего брата моего мужа») на поминки. || Alqd faciendi consilium inire. Также вознамериться сделать что-либо. Такмак 2. Асăннă кун тухаймарăмăр, тухнă кун çитеймерĕмĕр. В тот день, когда мы хотели выехать, нам выехать не удалось; в тот день, когда мы выехали, нам доехать непришлось. || Polliceri, promittere. Также обещать что-либо. N. Çураçнă чух асăннă япаласене, пыла леççе параççĕ. Они привозят им мед и (вообще) те вещи, которые были обещаны при сватовстве. N. Кунта лаша илсе килеççĕ, çураçнă чухне асăннине. Тут приводят лошадь, обещанную при сватовстве. Требн. 81, 14. Вĕсене ху пама асăннине илме тивĕçлĕ тунă. || Vovere. Говорится о религиозном или суеверном обещании или обете. Ч. С. Вара аттесем: Митрие чĕрт, чĕртсен, чӳк тăвăпар, тесе асăна пуçларĕçĕ. Тогда мой родители стали давать обещание принести жертву, если он исцелит Дмитрия. Ib. Пĕр асăннăскер (у др. асăннăскере) тăвас пулĕ; пĕр асăнсан, тумасан, юракан мар. Раз дан обет (принести жертву), то, я думаю, надо его исполнить; иначе нельзя. Макка 224. Унпала та черĕлмесен, юмăç мĕн калать, çавна тума тытăнать. Напр., юмăç хушăть вĕсене если вăсем хăйсен киремечĕсене туса, т. е. чӳклесе, пĕтернĕ пулсан, пирĕн святой çĕрсене асăнма хушать. Çапла асăнса хурсан, вăхăт çитет кайма. Çав святой ячĕпе така пусать и т. д. Если больному не поможет и это, то он прибегает за советом к йомзе. Напр., если они уже принесли жертвы всем своим киреметям, то йомзя советует ему дать обет посетить наши святые места. После такого обета наступает время его выполнения. Он закалывает в жертву этому (sic!) святому барана и т. п. КС. Кил-ăш-чиккинче (к’ил’ы̆шч’ик’к’ин’џ̌э) пĕр-пĕр çын чирлесен, укçа асăнса хураççĕ. Если в семействе кто-нибудь захворает, то кладут на определенное место деньги, давая при этом обет купить на них свечку тому или другому божеству. Сред. Юм. Асăнса хõнă õкçа. Кĕлле аяккалла (Ишеке, Хõсан хыçне) каяппăр, тесе, асăнса õкçа илсе хõраççĕ, çавна çапла калаççĕ. Деньгами, отложенными с обещанием, называются деньги, которые откладывают куда-либо, давая обет сходить на дальнее богомолье, напр. в Ишаки или на Пустынь. СТИК. Асăнса пĕрене çурăкне укçа хутăм (с определенной религиозной целью, с назначением, с ожиданием чего-то). Ст. Чек. Пытарнă укçана епле шыраса алтса тупмалла? — Йăтă, така, кăвакал, ĕне, кулачă. — «Кам та кам, мана, асăнса, така (е урăх япала, мĕн каланă хăй) çимесĕр ан тупайтăр» (т. е. пусть только тот отыщет зарытый мною клад, кто съест назначенную мною вещь, помянув меня). N. Ăста асăннă, çавăнта нухратсам пăрахса çӳренĕ. Ходили и бросали нухратки там, где они дали обет (принести пожертвование). Изамб. Т. 28°. Масар çине шыв сапас, тесе, асăнсанах çумăр хăпарать. Не успел он высказать обещания полить водою кладбище (во время засухи), а уж собирается дождь. Ст. Чек. Микула кĕллине кайма асăнтăм та, куçăмсем тӳрленчĕç. Я дал обет сходить к Николаю (в Промзино), и глаза у меня поправились.

асăнса

(азы̆нза), de industria, нарочито, нарочно. СТИК. Çак туттăра сан валли асăнса илтĕм. Я купил этот платок нарочно для тебя. (То же и в Сред. Юм.). Ib. Пĕрре асăнса кĕлле карăм, юри çак çылăха каçарттарашшăнах. Я нарочно сходил однажды в церковь, лишь только для того, чтобы мне простился этот грех. Ib. Пĕрре асăнса кил-ха хăнана, ахаль-кăна кĕркелесе тухни хăнана килни-им вăл! Ты как-нибудь приезжай к нам в гости нарочно (нарочито, напр. с ночевкой и пр.), а это что, заехал на какую-нибудь минуту и опять уехал! Разве этак в гости ездят? Конст. Чăв. Ăçта кайма асăнса тухрăн, çавăнтах кай. Ступай туда, куда ты намеревался итти, уходя из дома. Сред. Юм. Асăнсах тохрăм. Я так и из дома поехал с тем намерением, чтобы заехать туда. Шаймурз. † Çыру ярса, çыру çитмесен, ху асăнса пырса кур. Если мое письмо не дойдет, то нарочно приезжай повидаться сам.

асра тыт

(т̚ы̆т), meminisse, memoria tenere, помнить, держать в памяти. Изамб. Т. 56. Халĕ евит туннине (у др. тунине) эпир асра тытăпăр. Твое настоящее (теперешнее) заявление мы будем иметь в виду («помнить»). Ст. Чек. Пасара кайсан, çак япалана илмеллине асра тытса çӳре. Когда пойдешь (или: поедешь) на базар, помни, что надо купить эту вещь.

астутар

(астудар), facere ut recordetur alqs, понудительн. форма от гл. асту. Сир. Çак чул сире паянхи сăмаха астутарса тăтăр. Ст. Чек. Турă çинчен астутарчĕ. Якейк. Тохса кайнă чох, эс мана окçа илме астутар. Ты напомни мне, чтобы я при отъезде взял денег.

аскăн

(аскы̆н), impotentia efferri, solutius vivere, безобразничать, распутничать. Кан. 1928, № 215. Аскăнмаллипех аскăнаççĕ вара çак Х. таврашĕсем, ялта никамран та хăрамаççĕ (безобразничают во всю). Суждение. Ясар туса аскăнса пурăнни çинчен. О распутной жизни. || Libidinum intemperantia, разврат распутство. Нюш-к. Аскăна ернĕ. Израспутничался.

астар

(астар), fallere, decipere, in errorem inducere, обманывать (заставить поверить тому, чего нет, или застав. совершить что-либо неблагоразумное, необдуманное). Якейк. Эс мана: кĕнеке пор, тесе, астарса исе килтĕн, хăвăн кĕнекӳ çок. Ты обманул меня, сказав, что здесь есть книга, и приведши меня сюда: у тебя нет книги. Собр. 72. Çынна ырă тăваччен çыран хĕрнелле астарса пыр та, çыран хĕрне çитсессĕн, тĕк-яр, теççĕ. Чем делать человеку добро, лучше уведи его на обрыв и, когда дойдешь до края обрыва, столкни его вниз. (Послов.). Ала. 16°. Тавай эпир ăна луткă çине астарса кӳртер. Давай заманим её в лодку (обманом). Яргуньк. Хусан каччи сар каччă ӳпне (scr. упмс) выртса астарать. (Мăйăр хуппи). || Pellicere, corrumpere, соблазнять. Собр. 383°. Ах, сукка Алюна! — пирĕн ачая астарса, астарса та чуптарса, хăйĕн йĕринех пустарса. Ах, курва Олёна (Алёна)! — соблазнила нашего парня, заставила следовать за собою (т. е., будучи распутной, сделала его таким же). Шибач. † Илмесен те, астарар, ора-вурăнне постарар (соблазним и заставим следовать за собою). Якейк. † Çакă ялăн хĕрĕсем, шталла астарнă, онталла. Девушек этой деревни очень легко соблазнить (или: прельстить, увлечь). Ст. Шаймурз. † Сыссах хурам пуçĕ çине, ман кăмăла астарчĕ. Соблазнила она меня — чтобы черти ее подрали! N. † Çакă куштан хĕр хыççăн çӳре-çӳре çамрăках кăмăлăма астартăм. [Сюда толкование: Ст. Чек. Ман кăмăла астарчĕ = ăса вылятма тытăнчĕ; хĕр-арăм (кут) шухăшĕ кĕчĕ, ĕç таврашне пырас килми пуçларĕ]. Ib. Çак куштан хĕр хыççăн çӳре-çӳре, çамрăк кăмăлăма астартăм (= ăсăм вылья пуçларĕ: ĕç еннеле пăхас килми пулчĕ, хĕр-арăм çинчен яланах шухăшла пуçларăм)]. Ухаживая за этой бойкой (и нехорошего поведения) девушкой, я настроился блудно. Торган. Ун чухне вĕсем хăйсем сассипа ваттине те, яшшине те астараççĕ. Своим голосом они настраивают блудно в старых и молодых. Посл. 85,9. Анчах, хăйсене тытма пултараймасан, анти мăшăрланччăр; мĕшĕн тесен шухăша астарнинчен мăшăрланни аван. Череп. Леш кас хĕрĕсене пĕтĕмпе астарчĕ = 1) настроил блудно, 2) довел до блуда, З) кирлĕ-кирлĕ мара калаçакан турĕ (приучил к разным беспумым разговорам). || Allicere, манить. Якейк. Пĕчĕк ача отма пуçланă чох, она пĕри, ора çине тăратса, он умăнче: вăл валалла оттăр, тесе, аллипе астарса (у др. илĕртсе) пырать. Когда ребенок станет ходить, то его ставят на ноги и, чтобы он шел вперед, идут впереди его, маня его рукою. Ib. Йăтта астарса (= илĕртсе) исе карĕ. Уманил за собою собаку (напр., показывая ей кусок хлеба). || Oblectare, забавлять. V. йăпат. Чăв. Ист. 5. Е тата хăйне астармалăх праçниксем тăвать. || Irritare, lacessere, дразнить. Янтик. Если кто едет на красивой лошади и очень быстро, то обыкновенно говорят: «Ай-ай, астарса пырать!» Ст. Чек. Лашине çăварăхлат та, вĕçсе, ташлатса, хуçкалантарса пыракан çын çинчен: «Ай-ай, астарса пырат лашине!» теççĕ. И. С. Степ. обьясн. здесь это слово глаголом «вылятса».

асаплан

(азаплан), cruciari, vexari, ang, мучиться. Ст. Чек. Вăл ку чирпе виç çул асапланса пурăнчĕ. Он страдал этой болезныо три года.|| Magnum laborem insumere in alqd, маяться над чем-либо. Якейк. Эс тем чол асаплансан та, вăл сатача тăвас çок. Сколько бы ты ни бился, а тебе не решить этой задачи. || Occupari in aliquaere, tractare alqd, заниматься чем-либо, возиться над ч.-л. Бюрг. Мĕн çырса асапланатăн, ăна та пĕлтер. Напиши и о том, что ты теперь пишешь (т. е. какое сочинение). Ст. Чек. Мĕн асапланатăн çак ĕçпе? Что ты мучишься над этим делом?

асаплантар

cruciare, мучить. Якейк. Ма арăмна он чол асаплантаран? Мĕн тур вăл сана апла? Почему ты так мучишь жену? Что она тебе сделала? Ст. Чек. Ан асаплантар ачана çак ĕçпе; хăвăн аллу çитеймест-и? Не мучь ребенка этою работою; разве ты не можешь сделать ее сам?

аслати турри

(т̚уϱϱиы; scr. аслă-атьи турри), deus-qui tonitrua in potestate sua habet, бог грома; ему молятся во время çумăр ӳчӳкĕ. Н. Шинкус. Аттик. Эй аслати (scr. аслă-ата) турри! Сана çак хура халăх ачисем витĕнеççĕ, сана пахăнаççĕ. (Из çăмăр ӳчӳк).

аталан

(адалан), firmari, confirmari, corroborari, convalescere, grandescere, окрепнуть, стать тверже, встать на ноги (о ребенке). Календ. 1904. Паллă, çур-кунне çумăр час пулмасан, ун пек çĕр часах, шăтнă тырă ыррăн аталанса çитичченех, типсе каять. Конечно, если весною долго не будет дождя, то такая земля быстро высыхает, — еще раньше, чем достаточно окрепнут всходы хлебных растений. Сир. 160. Вĕсен пăрушĕсем аталанаççĕ те, хирте ӳсеççĕ. Орау. Ун ачисем, аталанса, ĕçе çыпçăна пуçларĕç; малашне вăл аптрамаçть ĕнтĕ. У него дети подросли и стали приниматься за работу; теперь ему уже будет легче. Изамб. Т. Пĕчĕк ача аталанат. Ребенок крепнет, становится тверже. КС. Пирĕн ача пăртак аталанма хăтланать. Наш ребенок понемногу начинает (пытается) вставать, ходить ножками. О сохр. зд. 56. Çавăнпа чирлĕ çынсенĕн вĕсене çиесрен сыхланас пулать, чĕчĕ ачисене пĕртте пама кирлĕ мар; аталанарах панисене те пăртаккăн анчах пама кирлĕ. Поэтому больным нужно избегать есть их, а грудным детям вовсе не нужно давать; детям постарше тоже следует давать их только понемногу. || О речке. Тюрл. Çырма çорса аталанса кайнă. Овраг размыло (весною) еще больше. Янтик. Ку çырма çак пĕр-ик-виç çул хушшинче пит аталанса карĕ. Этот овраг в течение этих двух-трех лет очень расширился и удлинился. В Череп. в этом смысле употр. алталан: çунапа (урапапа) çӳресе, çул алталаннă «на дороге сделались от езды рытвины». || Переносно. КС. Анчах, уйăрăлса тухнă пулсан та, аталанма пуçларĕ-ха! Только что выделился (из семьи), а уж, смотри, начал вставать на ноги! т. е. обзавелся тем, что нужно в хозяйстве, наладил дозяйство, принакопил деньжонок и пр. Изванк.? Пирĕн патри çынсем пĕр-пĕрне, кăт аталанма хăтлансанах, курайми пулаççĕ. Е вăл çынăн лаши аван пулать-и, е ĕни аван сĕт парать-и та, çапла авантарах пурнаканнине кураймасăр, тăшманĕсем епле-те-пулсан вăл çынна сăтăр тăваççĕ. Как только кто-нибудь из наших сельчан начнет поправляться делами, другие начинают его ненавидеть. Напр., у него может быть хорошая лошадь или корова, дающая много молока; такого человека, живущего более или менее зажиточно, враги его ненавидят и вредят ему.

аталăх

(адалы̆х), а v. Turc. — аталык. Hoc nomine ii, qui nuptiarum sollemnia celebrant, eum appellant, qui advehit sponsam. Idem a ceteris хăйматлăх ашшĕ appellatur. Ст. Чек. Туй çыннисем, аталăх тесе, хĕр лартса тавăрăнакана калаççĕ. Ыттисем вăсене хăйматлăх ашшĕпе амăшĕ теççĕ. Поезжане называют аталăх того человека, который привозит невесту. Прочие называют его хăйматлăх ашшĕ, а жену его хăйматлăх амăшĕ. N. Аталăх — должность посаженного отца. Унтан туй пуçлăхпе арăмĕ, аталăхпе арăмĕ пӳрте кĕреççĕ. Аталăх вăл — нареченные родные... молодой, вместо родных родителей. Она (?) нарекает родителями аталăх и его жену. Аталăх тени хĕре илсе антарать те, хăйсен килне кӳммисене лартать те, илсе каяççĕ килне. Аталăхне ĕмĕрех атте-анне теççĕ çак каччăпа хĕр.

аташтар

(адаштар), facere, efficere, ut itinere deerret alqs etc., понуд. форма от аташ. Ст. Чек. Çак йăтта вăрмана исе кай та, аташтарса хăвар. Заведи эту собаку в лес, в такое место, откуда она не могла бы вернуться домой. Сир. 76. Çĕрле çывăрнă çĕрте те ăса тĕлĕк тĕлленсе аташтарать. См. еще прим. в авал. || Aliquem (-quam rem) alium (-ud) esse putare, смешивать с другим, т. е. принимать за другого (-ое). Не суди бедн. Час-часах намăса пĕлмен çынсем, хăйсене чухăн тесе, ыйтса çӳреççĕ. Ун пеккисене те аташтарма юрамасть. Часто люди, не знающие стыда, называют себя бедняками и ходят и собирают (милостыню). Таких не нужно смешивать с другими.

атя

(ада, ад'а), age; eamus (si uni dicitur), айда, идем; атăр (ады̆р, ад’ы̆р), agite; eamus (si pluribus), айдате, идёмте. См. атясам. Якейк. Атя, Йăван, пасара? Т. М. Матв. Атăр! — Атьăр пулсан, эпир хатĕр! Идемте! — Если идемте, то мы готовы! Якейк. Атьăр, ачасам, çаксене ватса ярар! Альш. Атьăр, кашкăр туссем, туя, сăра ĕçме! Идемте, друзья волки, на свадьбу, пиво нить! || Также ставится для выражения побуждения и при других глаголах. Якейк. Атя иккĕн çак кĕнекея воласа тохар! Давай прочитаем эту книгу! N. Йĕлмевĕс калать, тет: çап атя! Ача калать: çап атя! Эп çын çиме килмен, эсĕ çын çиме килнĕ, тесе калать, тет. Йĕлмевес (какое-то трехголовое чудовище, ср. тат. jалмауы̃з) говорит: «Ну, бей! (в народн. русском гов. айда, бей!») Парень отвечал: «Айда, бей! Не я пришел сюда людей есть, а ты!» Ч.П. Атьăр каяр пасара. Пойдемте на базар. Якейк. Ачасам эппин. Ну, идем, что-ли! (говорят с неудовольствием тому, кто просит итти с ним). Ib. Атясам, атясам, тесе йăлăнтăм, çаплах пымарĕ. Сколько я его ни упрашивал пойти со мною, он все-таки не пошел. N. Атьăрсам эппин. Ну, ладно, идёмте. Ст. Чек. Атьăрсам ĕнтĕ! Атьăрсам ĕнте! тесе, йăлăнтăм, çапах та пымарĕç. Сколько я их ни упрашивал пойти со мною, они не пошли.

ачалăскер

qui filium filiamve habet; qui habet liberos, имеющий дитя или детей. Пĕр ачалăскер, çак шалупа та пурăнĕ. Имея одного ребенка, он проживет и на это жалованье.

-ах

(-ах), particula definitiya, quae proprie quidem ean-dem vim habuisse videtur, atque adverbia Latina modof tan-tummodo, nunc vero hoc modo adhibetur. Ограничительная частица, которая первоначально, повидамому, имела значение русского наречия только, теперь же ставится в следующих значениях. Ad augendum ponitur et cumulandum. Выражает усиление. Ст. Чек. Кунтах вĕт, ста каятăн тата шырама? Ведь (это) здесь (а не в другом каком-либо месте), куда же ты идешь искать? N. Çăл хĕррипе танах (прямо вровень) ларать. Регули 1343. Утсам-сăрах йолчĕ вăл. Кĕнекесĕрех пĕлет. Остался совсем без лошадей. Без книги знает. Ib. 1346. Эп она арăмăнах илем. Пусть она вдова, я ее все равно возьму. Çавăнпа утăнах корнать. Кажется точь-в-точь как лошадь. Скотолеч. 20. Кирек мĕнле суран пулсан та, малтан юн тухать, хăш чухне хытах (совсем сильно) юхать. Шурăм-п. № 4. Çакна Митюк амăшĕ вилнĕ те, хăй ачишĕн хăрасах кайнă (сильно испугалась): çăпан ан тохтăрах! (как бы, сохрани бог, чирей не выскочил). Альш. Никамах та палласах каймастăп-ха эпĕ ял çыннисенчен, Пăрăнтăксенчен. Я еще в сущности не знаю никого из деревенских, бурундуковских. Орау. Хĕрĕ тарсах каймаçть (т. е. не совсем противится ухаживанию). Регули 1361. Ватах мар. Не очень стар. Ib. Париш нумай илтни? Пат те нумаях илмерĕм. Много ли взял барыша? Не очень много. Ib. 1356. Çичĕ орапа полĕ-и? Он чолах çок (или: полимĕ те). Будет ли семь телег? — Столько не будет. Ib. 1359. Хăнча-та-полсан тытăп-тытăпах. Когда-нибудь непременно поймаю. Ib. 1342. Çăвашлах пит пĕлмест. По-чувашски он не очень то знает. Ib. 1340. Çолтан-çолах ватăлах пырать (поянланах) пырать. Контан конах çăмăлăн (çăмăлтарахăн) тойăнать (çăмăлланах пырать). Из года в год все старится (все богатеет). Из дня в день все становится легче и легче. Ib. 1506. Тытасах (тытас) мар полсан, тытмăпăр. Каймаллах мар пулсан, каймăпăр. Сред. Юм. Пит каясах тесен (если уж очень хотите итти), кайăр эппин. Регули. 1452. Эп она ачаннах корса. Я его видел еще ребенком. Орау. Питĕ вайлă тунă-пш? — Хытах хĕненĕ, тит. Очень здорово (сильно) отделали его (били)? — Говорят, что совсем здорово отколотили. Капк. 1929, № 1З, 6. Кунта паçăртанпах тăракансем пур. Здесь есть люди, которые пришли сюда давно («еще с давешних пор»). Регули. 1452. Эс каясшăнччĕ, каях. Он каяс килет полсан, кайтăр вăл. Ты хотел идти, так уж иди. Если ему хочется идти, пусть он идет. Орау. Тур куртăрах сана! Пусть же тебя бог накажет! Ib. Йытă çытăрах сана! Пусть же сьест тебя собака! Ib. Кашкăр тыттăрах ку чĕмерене! Пусть волк поймает эту дрянь! Якейк. Кĕрсе выртăрах, анчах пирĕн çималли çок. Ночуйте, но только у нас нет ничего съестного. (См. Оп. иссл. чув. синт. II, 144). || Aut ad definiendum diligentius. Уточнение. Якейк. Копайăнах (по копне) торттарса пĕтертĕм. Ib. Копипех тияçа килтĕм. Я привез сразу всю копну. Ала 4. Хопаха кĕчĕ, тет, лашине толах кăкарса хăварч, тет (т. е. не въезжая во двор). Регули. 1347. Эп сана окçанах памăп, таварăн парăп. Уж я тебе деньгами-то не дам, а товаром дам. N. Ман хулана ыранах (завтра же) тухса каймалла. Собр. 212. † Ирхине тăтăм, хура вăрман çинче сасă илтрĕм. Вăл сасă сасах пулмарĕ, курайман тăшман сивĕтрĕ. || Praeterea ponitur, ubi de eadem re aliud quippiam praedicatur. Тождество. Регули 1334. Ĕнер килекенĕ çав çынах. Çав çынах исе кайрĕ. Ib. 1ЗЗЗ. Çак кĕнеке çакăнтах выртать. Ст. Чек. Çак лашах кĕрсе таптарĕ-и? Ib. Çак лашах çамрăк чухне хĕрĕхшер пăтпа çӳретчĕ. Вот эта же самая лошадь, когда она была молодая, возила по 40 п. клади. || N. Тунă тунах, лайăхрах тăвас пулнă. Если уж делать, то надо было сделать получше. Çырнă çырнах, лайăх сăмах çырас. Изванк. Пирĕн каларĕç: пĕр тутарнă тутарнах, луччĕ аван тĕплĕрех тутарас, терĕç (= лучше заставить лучше сделать, если уж раз мы заставляли сделать, т. е. моление). || Ad confirmandum quoque adhibetur. Или утверждение. Янтик. Каланах ĕнтĕ эсĕ ăна аçуна, чăтаймастăн нимпе те! Ты непременно скажешь это отцу, никак не утерпишь! N. Тарçă тарçах вăл, çавăнпа сурăхсене пăрахса тарать вăл. Якейк. Пор порах, çок çоках. Достаток, так достаток и есть, а бедность, так уж бедность и есть (богатству нельзя сравняться е бедностью). Орау. Те ку япаласене шухăшласа кăларса çырнă, те ун пек ухмах пулнах та вара. Неизвестно, выдумка ли это («утка»), или же подобвый дурак существовал в действительности. Якейк. Каймастнах поч, ача! Нет уж, видно, ты не пойдешь! Альш. Патша калат тилле: тилĕ, сан каччу аванах иккен, тет. Царь говорит лисице: «Лиса, предлагаемый тобою жених действительно, кажется, хорош.» || Aut ad eligendum. Или выделение. N. Çырмасăр хăварас мар; ытлашши çырсан та, çырниях аван. Непременно надо написать; хоть и лишнее напишешь, а все-таки лучше написать. N. Кайниех аван. (Все-таки) лучше пойти, чем не пойти. || Aut ad modum rel constituendum. Или ограничение. О сохр. зд. Ерекен чир тумтирсенчен патакпа хулласах каймасть (одним выбиванием). N. Мана укçа кирлĕ мар, эп çак çăмарташăнах (только ради этого яйца) килтĕм. Якейк. Çак килтен паришах пин тенкĕ илет вăл (одного чистого дохода). Ib. Паянах мар, ыран та килĕп. Ib. Он çортсам Хосантах мар, Москавра та пор. Ib. Вăл вырслах мар, тотарла та пĕлет. Регули 1362. Пĕр çынах мар пырса онта. Не один только человек приходил туда. Ib. Маннах мар çохалнă. Не у меня одного пропало. Ib. 1364. Вот татмах кайри (= кайрĕ-и) вăл онта? Он пошел туда только для рубки дров? Ib. 1335. Çавăншăнах çиленчĕ вăл. Он рассердился только из-за этого. К.-Кушки. Вăл кĕнекене эпĕ икĕ тенкех илтĕм. Я купил эту книгу только за два рубля. Регули 1491. Эпĕрех мар (эпĕр анчах мар) корса, вăлсам та корса. Вăл вырăслах мар, тотарла та поплет. Изванк. Кашни чӳклемесерен урăх кĕлĕсемпе кĕл-тăваççĕ, пĕр кĕлĕпех кĕл-тумаççĕ (а не одною только). || Nonnumquam significat simulac, simulaique. Иногда значит как только. N. Эпĕ, татсассăнах, ыратнине пĕлмерĕм. К.-Кушки. Пырсассăнах каларăм. Я сказал об этом тотчас по приходе. Регули 234. Йор çусанах (çусассăнах) ирĕлсе каять. || Praeterea ponitur in sermone desperantis aut, quid agat, nescientis. Иногда выражает растерянность или отчаяние. Якейк. Коланай пама окçа штан топасах? Положительпо не знаю, где взять денег для уплаты податей! Ib. Шта ларасах ар? Йăлтах ăвăнса çитрĕм! (положительно не знаю, где сесть). Ib. Мĕн тăвасах? Мана тытма килеç, тет! Что делать? говорят, идут меня арестовать! || Alia, quae hue pertinent, exempla v. in. — ех. Другие относящиеся сюда примеры см. в статье — ех.

ахăлтат

(аhылдат), cachinnare, хохотать. Сред. Юм. Ан ахăлтатса тăр ман õмра. Не хохочи передо мною. Юрк. Ахăлтатса кулса тăрат. Она стоит и хохочет. N. Ăна курсанах, нумайĕшĕ ахăлтатса кулса янă. Как только его увидали, многие расхохотались. Шибач. Мĕн хытă ахăлтатса, попляса тăраттăр? Что вы так хохочете и галдите? Чĕлкаш 20. Унтан çак çын, ул таланине сиссе, ахăлтатса кулса янă. || De equorum libidinoso hinnitu. Также о ржании ярящихся лошадей. Сред. Юм. Ăйăр пăртак самăрлсан, пит ахăлтатать õлă (= вăл). Если жеребец немного разжиреет, то он очень ярится. Альших. † Аслă улăха ут ятăм ахăлтатса çӳреме. || De voce cornicis. Также о карканьи вороны. Чув. прим. о пог. 242. Ула курак ирхине вăрман тăрринче ларса ахăлтатсан, йĕпе (тăман) пулать. Если ворона сидит утром на верхушке дерева в лесу и каркает, то будет ненастье (вьюга).

ахăр

(аhы̆р), licentius, petulantius cachinnare, in magnos effundi cachinnos, громко смеяться; точнее соответствует русскому глаголу ржать, употребляющемуся в том же значении (о громком смехе); громко кричать. Н. Карм. Ахăрас = хытă кăчкăрса кулас. КС. Çавăн ахăрма-çăвар ачисем, ăрама тухсассăн, яла çурса ахăраççĕ. Когда его полорстые ребятишки выйдут на улицу, то ржут на всю деревню (или, как говорят русские: ржут как жеребцы). Якейк. Ахăрать, тесе, хытă колса вылякан ачасам çинчен калаççĕ. Ржут. Так говорят о детях, когда они шалят (играют) и громко смеются. Сказки и пред. чув. 100. Ха-ха, лахлах! ленкрĕн-и? Мĕскер шăршлан, çĕр çăтман? терĕ тăракан старик, пĕтĕм вартан ахăрса. «Ха-ха! попался? Что вынюхиваешь? — чтобы тебя проглотила земля!» — крикнул, заржав изо всей силы, стоявший старик. НАК. Хăйсем хĕрĕ-мĕнĕпе, пĕчкки-пусăккипа пурте пĕр çĕрте кулса, ахăрса, кĕслесемпе ташласа, тул çутăлачченех ĕçеççĕ. Сами они, вместе с девицами, и большие и малые, все вместе, смеются, ржут, играют на гуслях, пляшут и пьют до самого рассвета. Орау. Пытанса юлнă качака пӳтекки: упа хырăмĕ çурăлчĕ! тесе, ахăрса кулса юлать, тет. Спрятавшийся козленок громко заржал, сказав: «Медвежье брюхо лопнуло!» Пшкрт. мэ̆н, аҕы̆рза т̚ы̆рады̆н? Что ты ржешь (смеешься)? || De hinnitu admlssarii veI equae libidinoso. Также азартно ржать (особенно о ярящемся жеребпе, но также и о мерене). БАБ. Эпĕ тасатнă çыннăн пĕрер эрнерен начар лашисем, лайăхланса, ахăрса тăракан пулаççĕ. Если я выведу у кого-нибудь из дома порчу, то у него через какую-нибудь неделю, тощие лошади поправляются настолько, что начинают яриться и азартно ржать (в стойле). Пшкрт. Ыр’ы̆рза т̚ы̆рат. Актай. Пĕр картара пĕр хыткан кĕсре ахăрса анчах тăрать, тет. В одноq конюшне одна поджарая кобыла так и ярится. || Ст. Чек. Ăйăр пек ахăрса çӳретĕр! Ржете (орете, хохочете и пр.), как жеребцы! («Кĕçен» значит ржать без полового возбуждения, напр. при виде товарища, хозяина и пр.). || Vociferari, clamare. Также кричать, орать, рычать об арçури, (о хомяке, о галках и воронах, о льве, о человеке). Панклеи. Кăçкăрса пырчĕ-пырчĕ те, эп хăпарса ларнă йоман кочĕпех ахăрса иртсе карĕ. Он шел, шел, с криком, и прошел с хохотом и ораньем под тем самым дубом, на котором сидел я. Абыз. Шăрши тухрĕ — шăхăрчĕ, арлан тухрĕ — ахăрчĕ. Вылезла мышь и свиснула; вылез хомяк и стал испускать свойственные ему (грубые, низкие) звуки. Хыпар 1906, 16. Автанĕ те авăтать, курак-чаки ахăрать. И петух поет, и галки, грача и. вороны орут. Шел. 29. Арăслансем ахăрса, харăлтатса тăраççе. Львы ревут и рычат. Чăв. й. пур. 10°. Лашăрсене ан çапăр, ан хĕнĕр: шăхăрса, ахăрса пыман акана хĕнесе, çапса пыртараймăн. Лошадей не бейте: если не заставишь плуг двигаться вперед криком и свистом, то его не едвинешь и побоями. Шел. 26. Асапланса, ахăрса пырать сĕнксе Есеепе. Страдая и ревя, едет Э себе, поникнув головою. || Plorare vehementius, рыдать. К.-Кушки. Ахăрса йĕрет. Рыдает. || Tumultum facere, strepere, шуметь, реветь. Янш.-Нор. † Килтĕмĕр-кĕтĕмĕр çак киле — ахăрса (= кăшкăрса, юрласа) хăла пылĕ ĕçеççĕ. Чĕлкаш 9. Тимĕр листисем чул çине таçтан кĕмсĕртетсе ахăрса анни... Кан. 1927, № 214. Юрласан-юрласан, тапратрĕç ахăрма. || Excandescere, efferari. разгорячиться. Орау. Ухмахскер, кăшт хирĕç каласанах, ахăрса каять (т. е. çиленсе, ятлаçма, вăрçма хăтланать). Ему, дураку, поперек слова не молви, сейчас ощерится (рассердится и начнет ругаться, подезет в драку). || De consuetudine stupri. Также жить в внебрачной связи. Якейк. Ахăрса порнать, тесе, тата йĕркĕнпе порнакан çынсам çинчен калаççĕ. Ахăрса порпать — еще говорится о людях, которые живут в внебрачной связи. || Saevire, furere (de vento vehementiore aut de procella). Также о сильном ветре и буре. Якейк. Çил ахăрса тохрĕ. Подул сальный ветер. (Так и в Череп.) Альш. Çил-тăвăл тухса ахăрчĕ. Ахăр саман çитрĕтĕр, терĕм. Разразилась буря; я подумал: «Видно, настало светопреставление!» Череп. Самани ахăрса карĕ. Поднялась страшная буря. Чĕлкаш 80. Çил ахăрнă. Ревел ветер. КС. Пăхатăп — çанталăк ахăрнă-кайнă. Смотрю — поднялся сильнейший буран (или: буря). || Распространиться. Кан. 1928, № 239. Каллех ялта самакун ахăрса кайнă. || Luxuriari (de virentibus). Роскошно разростись, буйно пойти в рост. Собр. Курăк юр-шывле тапранмасассăн, кайран та ытла хытах ахăраймасть, теççĕ. Говорят, что если трава не пойдет в рост тут же, как она выйдет из под снега, то сильного роста у нее не быть. Орау. Ахăрнă пирĕн тыра! Больно хороши у нас хлеба! (Так и в Череп. и Ст. Чек.). || Lascivire, licentius se gerere, безобразничать. || Valde dlvitem fieri, бешено разбогатеть. Орау. Ахăрса карĕ. Бешено разбогател. Ib. Вăл ахăрчĕ ĕнтĕ. Якейк. Çынна пăçласа порниччен, вилесчĕ сан! Çирĕм пилĕк çол пăçласа порнтăн эс мана. Хал, ачасам çитĕнчĕç те, ахăримастăн ĕлĕкхи пак (i. q. ĕлекхи пек). Лучше бы тебе околеть, чем мучить человека! Ты меня тиранил целых двадцать пять лет! Теперь подросли дети, и уж больно-то не развоюешься!

ашкăн

(ашкы̆н), lascivire, luxuria diffluere, bene vivere, genio indulgere, luxuriari, шалить; жить роскошно, привольно, на широкую ногу; жить припеваючи; роскошно разростаться (о растениях). Шибач. Ан ашкăн. Не шали. Б. 13 Ашкăнакана чар. Шалуна останови, т. е. запрети ему шалить. (То же в Ст. Чек. и Череп). Ст. Чек. Пит ан ашкăн, аçăвăвтан йулнине чистă пĕтерĕн. Не живи на очень широкую ногу, а то промотаешь все, что осталось от отца. У. Ашкăнса пурăнакана укçа нумай кирлĕ. Тому, кто живет роскошно, надо много денег. Беседы на м. г. Алра мен чухлĕ нумай, ун чухлĕ çын ашкăнма пăхать. Чем больше человек имеет, тем более он склонен к роскоши. Собр. 204. † Кăвак кăвакарччăн вĕçнĕ кун, кунĕсем тĕтрелĕ пулайрĕç; çак илĕртсе ашкăннă чух саманисем йăвăр пулайрĕç. (Здесь есть искажение). СТИК. Вăл кăçал ĕне юр-варĕпе ашкăнат кăна: икĕ ĕне, ĕнисем икĕш те ким пек. В этом году он живет припеваючи: у него две коровы, и обе — как ладьи; молоком хоть обливайся. СТИК. Пахчари курăк епле ашкăнса (у др. алхасса) карĕ! — час çулмалла. Как быстро, густо и высоко разрослась в огороде трава; скоро ее можно будет косить. Ст. Чек. Хирте сĕлĕсем ашкăнаççĕ. Овсы в поле растут роскошно. Календ. 1906. Çамрăк йывăç пекех ашкăнса каять. Разростается как молодое дерево. Сказки и пред. чув. 61. Çав вар тĕпĕнче вĕтĕ чул-кăна, тата ашкăнса вĕлтĕрен ӳсет. На дне того оврага лишь мелкие камешки, да еще растет во всю крапива.

пус

колоть. Пухтел. Выльăха пуссан хĕрхенме юрамас: çылăх, теççĕ. Кан. Ăна пуссах çиес пулать, тесе ячĕ. Сред. Юм. Пуссан та каймасп. Хоть зарежь, и то не пойду. Сёт-к. Пусмалли така. || Копать. Чебокс. Карта посас, копать огород. Коракыш. Телейсăр çак çынтан: мĕн тăван эсĕ кунта? тесе каларĕ, тет. Çак çын калать, тет: акă ман суха тума лаша çук, кĕреçепех пусатăп, терĕ, тет.

пусмăрла

насиловать, изнасиловать, причинить насилие. N. Унта тата хĕрарăма пусмăрлакансене айăплаççĕ. КС. Çав çăл пирĕн яла йăлтах пусмăрла пуçларĕ. Бур. Вĕрет, сурат, пусмăрлат, кăтăкласа вĕлерет. Сред. Юм. Пире чыстиех посмăрланă-çке вара ăсĕм: чăххине те вĕлереççĕ, пахчари çимĕçсĕне хăвармарĕç ĕнтĕ, (çавсĕмех) пĕтерчĕç, ачасĕне орама тохма та памаççĕ. Юрк. Вăл çын эрех ĕçтерме парăнмасан (если не согласится), унăн килĕнчен пĕр-пĕр япалине пусмăрласа илсе каяççĕ те, хупаха хурса эрех ĕçеççĕ. Шурам-п. Эп сан пата пусмăрласах пырам-и? (насильно приду). || Обижать, притеснять, угнетать. В. Олг. Сёт-к. † Посăм-килĕм постав пак, посмăрласа çӳримарăм, ман яш ĕмĕр иртсе каþ. Якейк. † Посăм-килĕм постав пак, посмăрласа çӳримарăм, пос-килсенчен уйăрăлтăм. Демидов. Кайран-кайран çак усал çынсем пусмăрласа (теснить) çитере пуçларĕç, тет, Якава. Изамб. Т. Ама-çурине амăш пусмăрлат.

пуç

, поç, (пус, пос), голова. N. Чăхă пуç орлă вĕçсе каçса кайсан, лайăх мар, теççĕ. СТИК. Пуç сăрăлтатса карĕ. Ib. Питĕ хытă ывăнсан е чирлесен, юн вĕрипе пуç сăрăлтатса тăрат. Ib. Хур пуçне кил хуçи çиет, мĕншĕн тесен вăл кил пуçĕ. (Обычай). N. Ах, пуçăм (головушка) ыратать. Кама 47. Капла пуçа тăратса ларни те юрамасть. Ib. 16. Пуçна пулашшĕ япала! Ib. 5. Пуçна тивтĕр юлашки. Намăссăр, йытă! Шалчу тулĕ-ха. Ачач 34. Хирĕç-мĕн пулсан, ырă ятпа чĕнсе, çĕлĕк илеççĕ. Пуç таяççĕ. Ерк. 6. Кам илтмен ун çинчен? Кам курсан пуç таймасть? Альш. Пуçу ыратат-им? (Сочувствие). Кан. Хĕрарăмсем пуç çинчен пĕркенме пăрахнăшăн хĕсĕрлекен çын. Изамб. Т. Вĕсем пуç ухашшĕн анчах шыв вĕретеççĕ. N. Çав хĕрсем пурте çара уран, юне(в др. говорах: йӳле)-пилĕк, çӳçне-пуçне тустарса, пуçне ухса пыраççĕ, сиккелесе. Орау. Пуçу, çан-çурăму пĕçермест-и? Вĕриланса выртмастăн-и? С вами жару нет? С вами жар? Ib. Пуç, çан-çурăм пĕçерсе çӳрет; вĕриланса çӳретĕп. Якейк. † Сарă хĕрсем амăшне виçĕ сомах калăпчĕ, виççĕ пуçран шăлăпчĕ хĕрне сарă тунăшăн, хĕрне корса па(л)лăпчĕ, тытса тота тăвăпчĕ. Ib. Мĕн пуçа пăркаласа тăран-ка? Сан çия çавах никам та пăхмаçт. Каша. † Хрантсус явлăк пĕчĕкçĕ, пĕчĕкçĕ те, пуç тулли. N. Ирхинеччен ту, атту сан пуç, ман хĕç, тесе калать, тет. Скотолеч. 33. Сурăхăн пуçĕсем, хăлхисем, тутисем, шăмă сыпписем пăсăлса, кĕсенленсе каяççĕ. N. Ирхине тăраççĕ, тет те, хуçийĕн пуçĕсем шыçса кайнă, тет. Толст. Пуçĕ çине йăванса кайрĕ. ЧП. Пире тăван кĕтет, хай, чыспала, чӳречинчен пуçне, хай, илмесĕр. Ала 8. Хĕрсем уна курсассăн, пур те чӳречене пырса пуçĕсене чикнĕ. Альш. † Çак тăвансем патне килсессĕн, çамрăк пуç çĕклейми си куртăм. Альш. Пуçа сĕлтĕпе ухас. Надо голову мыть щелоком. Скотолеч. 34. Сурăха пуç çавăрăнакан тăвакан хуртсем йытă ăшĕнче пурăнаççĕ. Сред. Юм. Пуç çавăрнакан сорăх пик (как шальная овца), ниçта кайма аптраса çӳре парап вит (повышение голоса на çӳре). N. Пуçа тăратса ларат. Орау. Арпус пуç (гололобый), лашăна çавăтса кайĕ ак. Йӳç. такăнт. 24. Пуçна çапса çурам. N. Тата каллах çав сăмаха кала-ха, поçна çапса çорам! Тим. † Эрнекунпа шăматкун — пуç кăларми тăман кун. N. Поç патне тӳрех кайрĕ. Сред. Юм. Пуçран çапнă сôрăх пик çӳрен çанта ним пĕлмесĕр, çынсĕм мĕн сăмахланине те пĕлместĕн. Ib. Пуçа çĕклемесĕр вырать. Жнет до того торопясь, что голову не поднимает. Ib. Пуçа та касса кайĕç ôн ачисĕм. Очень злые, так что и голову отрубят. Ib. Мĕн халь, пĕр пуç, пĕр кот, кăçта савнă, онта кай. Ib. Пуç патне пыра пуçларĕ (ӳсĕрĕле пуçласан калаççĕ). . Пуçна персе шăтарăп. Голову расшибу. КС. Пуçа ăш(ă) тиврĕ. Угорел. Изамб. Т. Пĕлтĕр акă тырă та ĕлкĕрмен, ĕçсĕр халăхсем (бездельники), тыр вырма тухмалла, тесе, туррăн пуçне ыраттарнă, çавăнта тыр вырма тухас уммĕн, тырра пăр çапса кайрĕ. Ib. Усемпе ĕçсе ман пуçа тата ытларах кайрĕ. Орау. Кил-ха эс, эп сана пуçна касса ярăп (это говорят редко, или: пуçна çапса çурăп, или в Рак.: мăйна пăрса ярăп). Ты вот приди-ка, я тебе башку-то сверну. Ау 46. Ку ачасем мана кирлĕ мар, вăсене аташтармасан, ман пуçăм е хыçăм, тенĕ. Ib. 52. Аташтармасан сирĕн пуçăр, ман хыçăм, тенĕ. О сохр. здор. Ун пек тăвасси те хĕнех мар, пуçра пур çын ăна часах тума пултарать. N. Пуçĕсене пыра пуçларĕ (стали хмелеть), курнать. Собр. Çурăхсене час-часах, пуç çаврăнакан пулсан, сурăхинĕн пуçне картана алтса пытарсан, ӳлĕмрен сурăхсене пуç çаврăнакан пулмас, тет. Якейк. Пуçа çырнинчен иртимăн (судьбы не избежишь). Пуçа тем çырнă, штан пĕлес. Шорк. Поç çавăрннă сорăх пек (гов. о человеке со слабой памятью). С. Алг. Тĕл пултăмăр урхамах, пуçне тăсма ал çитмест. Орау. Курăс касма кайиччен çак пурана каскаласа пĕтересчĕ: ытла пуç çинче тăрать (давно уже надо было сделать, дело не терпит). Ib. Пуçа килсен пушмак, тит, пултараймасан та пултарăн. Если надо будет, то сможешь. Йӳç. такăнт. 35. Ĕç, кум, хам пуç пур чухне! Сред. Юм. Пуç умне çитсен, пуçа кăшăл тăхăнать, тет. (Кил-пуç çынни пулсан, пурне те хăй пĕлет вара, тессине калаççĕ). || Глава. N. Вĕсенчен пĕри, чи усалли, юрăхсăрри, Авимелех ятли, пуçа тухнă та, тăванĕсене пурне те вĕлерсе пĕтернĕ. Ала 63. Сирĕн çие çак çынна пуç турăмăр. Мы сделали его над вами главою. N. Йĕксĕк пуçĕ! (брань). N. Хăш çĕрте халăха пĕр çын пуç пулса пăхса тăрать, хăшинче тата халăх хăйне хăй пуç пулса патшалăха тытса тăрать. Полтава. Орлик ятлă çыруç — пуç. «И Орлик гетманов делец». Орау. Пуç пулса çӳрет?! Кам эсĕ вара капла, ял хушшинче пуç пулса çӳрен. Кармалы. Арçын пуç хĕрарăм пуç мар. N. Хăй пуç пулма çӳрет. || Индивид, личность. N. Пĕр пуçпе укçана çтă чикет. Пĕр пуçупа укçана çта чикетĕн. N. Те пуç (сам человек) каялла киле тавăрнать, те тавăрăнаймаçт, тесе (дума уходящего на чужбину). N. Хăйсенĕн пуçĕсене пит асла хураççĕ. Истор. Лайăх пурăннă чух пуçне пит асла хывнă, пуçа хĕн килсен, тӳрех хăраса ӳкнĕ. Пазух. Ан хапсăнăр тĕнчен мулĕсене, çылăх пулĕ çамрăк пуçсене. || Конец. Орл. I, 281. Пĕр пуç çăка, тепĕр пуçĕ юман, варинче мăкăр. (Çапуççи). Альш. † Чӳречĕре уçса ярăр: алшăлли пуçĕ курăнтăр. Ib. Сĕтел пуçне, сак çине лартаççĕ вĕсене. N. Сĕтел пуçне иккĕшне арăмĕпе ура çине тăратса... N. Сĕтел пуçне, урлă сак çине ларса... Б. Олг. Çанта лапка поçне каþăмăр, колач çисе ларатпăр. В. Ив. Хăшĕ тата вăрлăх валли кăшăлăн пуçне уйăрса илеççĕ. N. Вăл пĕренерех тунă ахаль пӳрт майлах: тăватă кĕтеслĕ çурт пек ларать; анчах унăн çумне икĕ пуçĕнчен икĕ пура пураса çыпăçтарнă. Ст. Чек. Хутăн пĕр пуçне шĕвĕр тăваççĕ, ăна хăлхана лартаççĕ, тепĕр пуçне вут тивертеççĕ. Орау. Икĕ пуçпе те пĕр пекех йăванса анса ӳкрĕ (упало плашмя). Янш.-Норв. Варĕнчи йăлтăрка, икĕ пуçĕнче (по сторонам ее) мерчен шăрçасем (на нитке). Цив. Тата пĕр çăмарта илсе, ăна пĕр пуçĕнчен хуратаççĕ. Торп-к. Унтан пĕр пуçĕнчисем тепĕр пуçĕнчи ачанăн алли айăн тухаççĕ. N. Пуçĕнчи, на его конце (амбара). Регули 1164. Пĕр вăрман поççĕнчен кĕрсе, тепĕр поçне каç полăрах аран тохса. Ib. 1165. Пĕр орам поççĕнчен кĕрсе, тепĕр поççĕнчен тохрăм. Пшкрт. Ял поçăнчан ял поçна, от одного конца до другого. Янш.-Норв. Вăл масар пуçĕнчен пирĕн ял хушшине питĕ тарăн типĕ çырма анать. N. Маншăн пусан, кăçта кайсан та пĕр пуç (один конец). || Боковые стороны (концы) строения. Ст. Чек. Кĕлет пуçĕ, лаçă пуçĕ, ăрамра кĕлет пуçĕнче; алăк айĕнче, кĕлет пуçĕнче: сыснапа пĕтернĕ пуçĕсене, е вырăна урлă май пуçне калаççĕ — в противоположность кĕлет умĕ, кĕлет хыçĕ. Ачач 82. Пурте лаç пуçĕнче выртакан çăка каска çине лараççĕ. Кильд. † Пирĕн пӳрт пуçĕнче-улма йывăç, турачĕсем çинче чĕкеç чĕпписем. Чиганар. Вăсем кĕлеткисене пӳрт поçне çакаççĕ. Ib. Пӳрт поçĕнче çор çăкăр çакăнса тăрать. (Уйăх). || Перед. Яргуньк. Эпĕ пуçа çуна пуçне чиксе те, малалла пăхман. | Начало. N. Çавăнпа вăл çыру пуçне адрĕсне çырас пулать, тет. Ст. Чек. Уйăх пуçĕнче (в начале месяца) чӳк тунă. || Вершина, верховье. Альш. † Çичĕ çырма пуçĕнче çырла нумай, çĕр сахал. V. S. Çырманăн çӳлĕ пуçĕнче курăк аван ӳсет. ТХКА 39. Тарăн çырма пуçне вăрманта пирĕн сыснасем хăйсене выртма шăтăк чавнă, тет. || Голова (сахара). Изамб. Т. Пĕр пуç сахăр. Ib. Сирĕн миçе пуç сахăр? || Голова (о скотине). N. Çичĕ пин пуç вак выльăх. || Семья пчел. ТХКА 65. Вунă пуç хурт усрарăм. Вуннăшĕ те арчаллă вĕллеччĕ. ТХКА 5. Вунă пуç хурт усраттăм. Вуннăше те арчаллă вĕллеччĕ. || Колос. Менча Ч. Пӳне Атăл хăмăш пек, пуçне чакан пек, çăмарта хĕрли пек тутлăхне парăсăнччĕ. (Моленье). Хăр. Паль. 40. Пуç сăхакан ыраш, тата шавласа выртакан шывсем çинчен камăн илтес килмĕ. Икково. Орпа поç прахать-и мĕн, ста каян васкаса; тепĕртак ларсан, орпа поç прахма поçлать. ЧП. Пуç пăрахать (урпа). Ib. Шур пуç кăлар (пиçен). Пазух. Анкартисем хыçне кантăр акрăм, вăхăт мар-ши пуçне татмашкăн. || Головка сапожная. Чем люди живы. КС. Атта пуç сыптарас. || Волосы. N. Пуçа кастартăм та, çăмăллăнах туйăнчĕ. || Жизнь. ЧС. Эсĕ пирĕн сăмахăмăра итлемесĕр ху пуçна ху çухатăн. Байг. † Пуçă каймĕ тантăш, мулă кайĕ, вăрласа ил савнă хĕрĕсе. Лашм. † Пирĕн пуçа çини эсĕ мар мĕн. Ст. Шаймурз. † Епле хăйсене хăйсем шеллемеççĕ, пуçĕсене хĕрхенмеççĕ. Б. Хирлепы. Эсĕр-и ман пичисен пуçсене çакансем (= çиякансем, çиекенсем, т. е. губители). N. Эпĕ вунă çула пуçăма ярам. Баран. 65. Этемсем ушкăнĕ-ушкăнĕпе çулăмран тухса тарнă. Хăшĕ пуçне хăтарасшăн чупнă, хăшĕ çавăнтах вилĕме кĕре-кĕре ӳкнĕ. Ib. 56. Харăс чарăнаççĕ: пĕтнĕ пуç пĕтнĕ, ăçта кайса çухалмасть тесе, тĕпĕ курăнми тарăн çырма урлă сиктере параççĕ. Ib. 31. Пилĕк пус ман пуçа çирĕ. Пилĕк пусран пуçласа, ак мĕн курмалла пултăм. N. Ку вăрçăран пуçа исе тухса пулать-и? Ст. Шаймурз. Тархасшăн илсе ан кил, пуçма çиетĕн ĕнтĕ, тет. Пожалуйста не приводи ее, а то погубишь меня. Сунт. Аттесене хирĕç пулса, çакăнта килсе (замуж) пуçа çирĕм. Бгтр. Вăсам малтан вониккĕн полнă, кайран пĕри хăй поçне çинĕ, тенĕ. N. † Хурăн тăрне хурт çирĕ, манăн пуçа эсĕ çирĕн (кĕрӳшĕ). К.-Кушки. Чун юратман ачаран пуç хăтарса пулмарĕ. N. Çĕмĕрĕлме кай, çунса кайтăр, ман çамрăк пуç çухалчĕ. Собр. Вăттисĕн сăмахне итлемесен, пуçне çухатать, теççĕ. || Благодарение. Хурамал. || В чувашизмах. Орау. Вулани пĕртте пуçа кĕмеçт (ничего не идет в голову). Ст. Ганьк. † Ах, аттеçĕм, аннеçĕм! Шухăшла-ха пуç тавра: манран мĕскĕн ачу çук. N. Манăн пуçа касса ан çӳретĕр, килте пурăнтăр. N. Шухăшлассисем килсен те, тĕпĕ-йĕрĕпе шухăшласа, пуç тавăра çавăрса илме пултараймаççĕ. Альш. Хĕрĕ каланă: эсĕ лаша тĕсе аслаçăна хăй пуçне вĕрентрĕн, тет. Т. Григорьева. Пуç тавра шухăшламасăр ĕçе ан тытăн, теççĕ. (Послов.) Рак. Турă сывлăх патăр та пуçăра (пусть даст вам здоровье). N. Çамрăк ача çамрăк пуçĕпе ватă çынсене вĕрентет. Ск. и пред. 93. Пуян хĕрĕ пуçупа мĕншĕн çапла хăтлантăн? Рук. календ. Прокоп. Мишер пуçĕпе мишер те, таса тумасан, арăмне: эсĕ чăваш арăмĕ пек хытланатăн, тесе вăрçать. Юрк. Авă эпир мар, улпут пуçĕпе чиркӳ тĕлне çитсен, çĕлĕкне хывса илсе, сăхсăхса илет, тесе калаçчăр, тесе шухăшласа, малти чиркӳсем тĕлне çитмессерен, пуçĕнчи çĕлĕкне хывса илсе, чиркӳ çине пăхса сăхсăхса илет. ГТТ. Пуçне ниçта кайса чикеймес. Трхбл. Епле эс учитĕл пуçупа веренмен хĕре илсе ятăн? — Е, пĕррелĕхе пырĕ-ха. ЧС. Эсĕ халĕ çамрăк пуçупа халиччен çук йăлана туртса кăларатăн ĕнтĕ. Урож. год. Вăл хăй ватă пуçĕпе суха касси йĕрĕпе кун каçачченех утать. Н. Карм. Пит пуçа йывăр киле пуçларĕ (на должности). N. Чипер сывă пуçпа кайса килĕ вăл. N. Чĕр пуçăмпалах çĕр айне кĕрсе выртасчĕ. N. † Пуçма ятăм ирĕке сарă хĕрсем суйлама. Альш. † Сирĕн пекех лайăх çын халь умĕнче, сĕтел умне тăрса юрлаймăп: кĕçĕн пуçма асла хураймăп (хываймăп). Ib. Пуç кăна сыв пултăр: пуç пулсан, пурăнан вара, теççĕ. С. Айб. † Ай-хай пуçăм çамрăк чунăм, тата мĕн курасси, ай, пур-ши? Емельк. † Эсир те ватă, эпĕр çамрăк, сире пуçапмасан, пуç пулмаçт. N. Тин пирĕн пуç пĕтмели килет. (Из письма). Изамб. Т. Мĕн тăвас тен: ӳстерĕ çав, пуç çине ӳксен (если так пришлось, воспитает). N. Вĕсен пуç пурăнăçĕнче ĕмĕрлĕх савăнăç пулĕ. ЧС. Сана, хамăр пуç пурăнсан, çулталăкран тата чӳклĕп. (Из моления). Ib. Ача-пăча сăмаххине итлесессĕн, пуç та пĕтĕ. (Гов. мать). N. Пĕтĕм пуçĕпе йĕрсе ячĕ. Ск. и пред. 61. Çавăнта никам та ирĕклĕ пуçпах Мăншу çынĕнчен анакансем çук. Сред. Юм. Пуçа йытта хывнă та, чирлĕ тесе вырта парать вит, хăйĕн-ха нимĕн те ыратмас. N. Хам умра темĕскер, çавра çил пек, юра сирпĕтсе ман умалла тӳрех, пуç каснă пек килет; хăранипе хăйне хăй пĕлмест.

пуçла

начинать, починать. N. Пуçласа ярар! Давайте начнем! (напр. заседание). Регули 8. Пичи та ĕçме пуçларĕ Ib. 1219. Вутă çолма поçласанах çанталăк лайăхчĕ. Cред. Юм. Тӳрлене пуçласан, коша пуçларĕ; ӳт иле пуçларĕ. Кн. для чт. 77. Эпĕ унта пуçласа каятăп-и мĕн? Эпĕ пĕлтĕр те нумай вăрларăм, хуçи ăна сисмерĕ. Якейк. Пуçламан коккăль, пуçламан хуплу, пуçламан пичке, пуçламан копăста катки и т. д. Шишкин. † Потĕр-потĕр потени лаптак корăк йоратать, эпир хамăр çавнашкал, поçламан хоплу йорататпăр. N. Çак школăсене малтан пуçласа яракансем. Аттик. Пуçламан çăкăр, непочатый хлеб. Ёрдово. † Атте эпир киле каятпăр, поçламан полштов пор-и вара? Пиче эпир киле каятпăр, поçламан пичке пор-и вара? || В качестве вспомогательного глагола в описательных оборотах. Орау. Эп чей ĕçе пуçлап. Я сейчас буду пить чай. Юрк. Килне таврăна пуçлат. Отправляется обратно домой. Тораево. Йăван киле тавăрăна пуçланă. N. Вулама пуçланă.

поçнелли

находящийся на конце. N. † Çак поçнелли хĕрĕсем.

пуçне пултăр

то же, что пуçна пултăр. Изванк. Пур усал сулуçă çак килтен тухса кайтăр; кам-та-кам çав ĕçе тăват, унăн пуçнех пултăр (пусть это будет ему во вред).

пуç пар

подчиняться. В. Олг. Шибач. Поç памаç, не подчиняется. Н. Байгул. † Алăкран тухан ар-ывăл, патша патне каят — пуç парать. М. Тув. † Карас пулă хам пултăм, шыва хирĕç хăпартăм; халччен çынна пуç паман, паянхи кун парас çук. Алших. † Çичĕ ют килне пуç парап выляса кулса çӳреме. (Хĕр йĕрри). С. Алг. Çак хăтанăн 7 çулхи таки пур, çичĕ çулта çиччĕ килне кĕмен, пуç паман; кăçалхи çул кĕнĕ, тытнă-пуснă и т. д. Бур. † Çичĕ юта пуç патăм, килĕш еплине пĕлмерĕм. (Хĕр йĕрри).

пуç çавăр

околдовать, приворожить, отворожить. КС. Ун хĕрне пуçне çавăрса илсе тухса кайнă, теççĕ: ахаллинчен çав начар çĕре ма кайтăр вăл? Дик. леб. 48. Вăл (Елиса) чăнах та тухатмăш иккен, çавăнпа вăл патшана та, пĕтĕм халăха та пуç çавăрма пĕлчĕ, тенĕ. Н. Лебеж. † Чыкан ачи шап-шурă ача, пĕреççех (пĕрехçех) чуптуса пуç çавăрса илчĕ. Курм. Пуç çавратăп, çын çомне çавратăп. Хора ĕне пăрушĕ епле амăш тавра çавăрнать, ынатланать, çанашкал манпа ынатлантăр. Хора кĕсре тыхи епле ынатланать, çавăрнать, çанашкал ынатлантăр, манпа калаçтăр. Сар чăхă чĕппи епле амăш тавра ынатланать, çавăрнать, çанашкал манпала ынатлантăр, çавăрăнтăр. (Из наговора). Чураль-к. Хĕрсен пуçне çавăрмалли (наговор для привлечения любви). 1. Çитмил те çичĕ тĕслĕ çут-çанталăкра, ылтăн пахчара ылтăн хăмла шуччи; ылтăн хăмла шуччинче ылтăн хăмла; ылтăн хăмла ылтăн чашăкра; ылтăн чашăкра ылтăн кайăк; çав ылтăн кайăк епле чашкă çумне çыпăçăнать, çавăн пекех çав хĕр çав ача çумне çыпăçăнтăр. 2. Ылтăн пахчара ылтăн тенел, ылтăн тенелте ылтăн урапа. Çав урапа епле тенел тавра çавăрнать, çавăн пекех çав хĕр ăшчикки çав ачашăн çавăрăнтăр. 3. Кăвак кăвакарчын епле аçи тавра ами çавăрнать, çавăн пекех çав хĕрпе çав ача пĕрле савăнса-кулса пурăнмала пултăр. 4. Вĕрене вутти вĕтрен пек, юман вутти хĕлхем пек. Çав хĕр ăшчикки çав ачашăн çавăн пекех çунтăр. 5. Çитмил те çичĕ тинĕс урлă шап-шурă çуçлĕ, ылтăн туяпа, ватă старик килет çав ачапа çав хĕре пĕрлештерме. 6. Турă хăвачĕпе виççĕ сурать, виççĕ сапать. Çав ачапа çав хĕр пĕрле пурăнмала пултăр, тет. 7. Çитмил те çичĕ тĕслĕ çут-çанталăкра кĕмĕл пахча; кĕмĕл пахчара кĕмĕл хуран, кĕмĕл хуранта кĕмĕл купăста. Çав купăста епле вĕрет, çавăн пекех çав ачашăн çав хĕр ăшчикки вĕретĕр. См. эрешмен карти. Ст. Ганьк. Пуç çавăран чĕлхе. Кахал каларĕшпе, сасан пулă палăрăшпе, турă хушнипе çĕр çаврăнать, çаврăн, кун таврăнать, таврăн. Хĕвел çаврăнать, çаврăн. Çитмĕл çичĕ тинĕс уттинче ылтăн вăрман, ылтăн вăрманта ылтăн пӳрт, ылтăн пӳртре ылтăн сакай, ылтăн сакайĕнче ылтăн йăва, ылтăн йăва çинче ылтăн çамăрта, ылтăн çăмартаран тухнă хур-чĕпписем шăкăлтатса пурăннă пек, Яккупа Ульяна шăкăлтатса пурăнччăр. Кахал каларĕшпе, çитмĕл çичĕ тинĕс уттинче кĕмĕл вăрман, кĕмĕл вăрманта кĕмĕл пӳрт, кĕмĕл пӳртре кĕмĕл сакай, кĕмĕл сакайĕнче кĕмĕл йăва, кĕмĕл йăва çинче кĕмĕл çăмарта, кĕмĕл (scr. ылтăн) çăмартаран тухнă хур-чĕпписем шăкăлтатса калаçса пурăннă пек, Яккупа Ульяна шăкăлтатса пурăнччăр. Кахал каларĕшпе, çитмĕл çичĕ тинĕс уттинче пăхăр вăрман, пăхăр вăрманта пăхăр пӳрт, пăхăр пӳртре пăхăр сакай, пăхăр сакайĕнче пăхăр йăва, пăхăр йăва çинче пăхăр çăмартасем, çав пăхăр çăмартаран тухнă хур-чĕпписем шăкăлтатса калаçса пурăннă пек, Яккупа Ульяна шăкăлтатса пурăнччăр. Кахал каларĕшпе, сасан пулă пăхăрĕшпе (так!), кун таврăнать, таврăн, хĕвел çаврăнать, çаврăн, çĕр çаврăнать, çаврăн, уйăх çаврăнать, çаврăн. Çак çут-тĕнчере тухан ăшă хĕвел епле ăшăтса савăнтарать, çавăн пек çак Яккупа Ульяна ăшăнса, савăнса, шăкăлтатса пурăнччăр. || Завивать вилок, головку (о капусте). Трхбл. Купăста пуç çавăрать. У капусты уже завиваются головки.

пуç-хĕрлĕ

, вниз головой; вверх ногами; вверх тормашкой. Ст. Чек. N. Пуç-хĕрлĕ тăтăм — картус тăхăнтăм. С. Дув. Çак пире курайман тăшман пуç-хĕрлĕ. Вĕлле хурчĕ 12. Пуç-хĕрлĕ = пуçне аяла туса. Пшкрт. Поç-хĕрлĕ тăрат. Ib. Она поç-хĕрлĕ çакнăç. Хурамал. Кăвакал шыв ăшĕнче пуç-хĕрлĕ чăмать. Орау. Пуç-хĕрлĕ ӳксе пĕтĕмпе пуçне çĕмĕрнĕ. Ib. Пăх-ха, пĕри асапланать: пуç-хĕрлĕ тăрать, арча çине кайса ӳкет вăт. О сохр. здор. Шыва кайнă çынна, ун ăшĕнчен шыв тухтăр тесе, пуç-хĕрлĕ тытса силлеççĕ. Ст. Чек. Пуç-хĕрлĕ кайтăр (= пĕттĕр), проклятие. Илебар. Çак хĕрсем савнă ачине пуç-хĕрлĕ (в бочку с водой) тĕртрĕç ячĕç, тет. N. Пуç-хĕрлĕ тăрсан, пуçа юн анать. N. Ипир (= эпир) те хăймастăмăр; халь киле пырас пулсан, пуç-хĕрлĕ чупса çӳрĕттĕм. Сред. Юм. Пуç-хĕрлĕ отать тесе пĕчик ачасĕм ôрана çӳлелле тăратса ал вĕççĕн отсан калаççĕ. Ib. Пуç-хĕрлĕ тăрать тесе пĕчик ачасĕм ашкăнса ôрисĕне çӳлелле тăратса пуç çинче тăнине калаççĕ. N. Пуç-хĕрлĕ (о вещах). || В перен. смысле — безразлично. N. Кам çитернине ман çтан пĕлес, маншăн пулсан поç-хĕрлĕ (все равно, кто ни потерял деньги).

пуçтар

, поçтар, собирать, набирать. Изамб. Т. Ырашăран пуçтарса çӳрет (рожью собирает, ругу). N. † Аттепеле анненĕн килне тытма кĕçĕнтен пуçтарнă ăс кирлĕ. N. † Çĕр çитмĕл пĕрене эп пуçтартăм, çĕр çĕклейми пӳртсем ларттартăм. Ст. Чек. Пуçтаракан, собиратель кож, тряпья и пр. Орау. Пĕр кунтăк хăяр пуçтартăмăр (набрали). Ib. Кĕнекисене пуçтарса леçтермен-ха. Еще не собрал и не отправил книги. Чаду-к. Вăлтине пуçтарса киле карĕ. || Нищенствовать. Ала 12. Пĕр пуçтарса çӳрекен ватă арăм. N. Ку тăхăнчĕ (надел), тет те, карĕ, тет, пуçтаркалама (по миру). || Покончить (с делами), убраться. Качал. Карчăк калать: юрать, юрать (можно), акă эпĕ те каятăп ĕç пуçтарсан (когда уберусь), тит. || Прибрать. Собр. 429. Ташла пĕлмен урине çатан çумне пуçтарас, пупле пĕлмен чĕлхине вĕри шӳрпе сыптарас. || Свертывать. Скотолеч. 23. Лаша тăватă урине те хырăм айнелле пуçтарса тăрать. || Спрятать. Б. Хирлепы. Хутне пуçтарса илчĕ (спрятал), тет те, сулахай енчи çулпа карĕ, тет. СТИК. Çак атта кĕлете пӳлмене пуçтарса хурас (надо спрятать в амбар). || Спровадить, убрать. N. Ку япалана ыранччен ăçта-та-пулсан пуçтарса хурас пулат. Нужно эту вещь (мертвого) спровадить до завтра куда-нибудь. N. Çавăнпа ялсене, халăха çĕр париччен унтан юрăхсăр çынсене пуçтарас пулать. || Убить, прикончить. Т. VII. Куна пуçтарса хурасси хураймарăм; ĕнтĕ тепре тупса пулаймĕ-ши. Ăна вара часах аллăмран ĕçермĕттĕм. Сунт. Çул çинче эпĕ ăна пуçтаратăпах. Ск. и пред. 62. Унтан сасартăк Утяка мăйран пăвса тытать те, çапла кăшкăрать: эсĕ те унтах пултăн-и пĕрле? Халĕ çийĕнчен кулса çӳретĕн-и? Çакăнтах пуçна пуçтарса хурам! Ау 40. Унтан вара пуп пуçтарат та хурат арăмне (убивает). N. Хăш чухне сут пуличчен редактăра хăйне те пуçтарса хураççĕ: тĕрмене хупса лартаççĕ. || Уничтожать. Ст. Яха-к. Кăна эсир пăртак тăнă пулсан, тикĕн пулман пулĕччĕ ку: е хăвăра, е выльăх-чĕрлĕхсене пуçтарса хунă пулĕччĕ (прибрал бы, уничтожил бы он, т. е. чӳк. Здесь чӳк в смысле божества). Орау. Пĕр кунтăк хăяра пуçтартăмăр (съели, уплели). || Собрать (о машине). N. Вĕсене хăш япалисене ешчĕкпе, хăшне ахалех парса яраççĕ; машинăна килте пуçтарас пулать. || Снять (урожай). Юрк. † Арман умне вир акрăм (посеял), пуçтарса илме сĕлĕ мар.

пота пăяв(ĕ) патакки

палочки на подвоях, которыми закручивается рассоха. Якейк. Пота пăяв(ĕ) патакки — соха тарăнтарах полтăр тесен, çак патакпа пота пăявне пошатаççĕ, ăшăкрах сохалас тесен, çак патакпа хытараççĕ.

путлăх

болотистое, топкое место. Н. Тойдеряк. Çак çырмара ĕлĕк хурăнлăх пулнă, тата путлăх пулнă (было болотистое место. Ст. Чек.) Баран. 81. Вырăнĕ-вырăнĕпе путлăх çĕрсем, тĕпсĕр кӳлĕсем пур. Т. V. 115. Путлăх çырмăнтан, сайхалăх кĕперĕнтен, упăнтан-кашкăрăнтан çырлах, турă. (Чӳклеме). N. Асап шăтăкĕнчен, лачакари путлăхран туртса кăларчĕ мана. Кан. Вăл ним çулсăр-мĕнсĕр путлăхсем урлă, сехетре 15 километр кайма пултарать.

путмар

часть леса, имеющая естественные границы. Орау. Кăçал вăл путмарта тăмана питĕ нуммай. Путмар вăрманта анчах пулать. Ib. Çав путмартах çырла темĕн чул тупрăмăр (на этом клочке земли). Якейк. Çак потмарта çăкалăх, çăкалăх та çĕленлĕх. Ib. Потмар — часть леса, участок леса, ограниченный какими-либо естественными границами (напр., икĕ вар хошшинче). || Граница. СПВВ. Путмарĕ — чикки; унăн путмарĕ çавăнта, чикки çавăнта, т. е. всегда в одно и то же место(?).

пуху

, пухăв, (пуhу, пуhы̆в), сборище; сходка, собрание. Ягутли. Кашни кун çырма хĕрĕнче, пасарти пек, хĕрарăм пухăвĕ шавласа, ахăлтатса, кулса тăраççĕ. Альш. Унтан пуп пуху хăвалаттарать. Атя, кукша, пухăва, теççĕ. Менча Ч. Хăшĕ-хăшĕ, пупран ĕçкĕ ячĕ ытса илейменнисем, пуху туса, ялĕпе пĕр каç ĕçке лармалла канаш тăваççĕ. Чăв. й. пур. 8. Вара сутник пуху чĕнме хушнă, вăл пуху пуçтарнă та, пухура Ваçка çак сăмахсене каласа пĕтĕм пухăва çĕнтернĕ. Юрк. Манăн пухăва тухас килмест. Пирĕн атте-анне, пысăк тетесем, асатте те, никам та пухусем пуçтарса çӳремен.

похилке

(?) бахилы. Эльбарус. † Иртсе карĕ пирĕн ĕмĕр похилкепе-çăпатапа çак пырлакра çӳресе.

пушă

пошă (пушы̆), (пожы̆), пустой, порожний. ФТТ. Шу патне кайнă чух çын патне пушă витрепе кĕрсен, кил хуçи малалла каяймасть. Ск. и пред. 104. Тытрăм, тытрăм! Ăçта вăл? Тытрăм пушă параппан, чĕлхен кăпăк сăмаххи. Шумш. Пошша хирĕç полсан, телей полмасть, теççĕ. V. S. Пушă япала, вздор. || Праздный, противоп. непраздный. О заступл. Вăл пушă мар (она непраздная, т. е. беременная). Унăн çийĕнче пур. || Свободный. Эльбарус. Хĕл польтин хĕлле те эпир, пошă кон полсан, Пишонпа вылляма пуçлаттăмăр. Трхбл. Арманă пуши? Обдирка свободна? Юрк. Пушă вăхăт пулсан, çыру яма тăрăш. Ачач. Уй, сыпмалли çук чух, чĕлĕмне пушă тăрăтмасть Тимуш ашшĕ. НТЧ. Пушă мар халĕ. Теперь (мне) недосуг. N. Эсĕ пушă-и-ха? У тебя сейчас есть свободное время? || Слабый (напр. о кольце, неплотно сидящем на пальце и пр.). N. Ку калуш мана пушă (велики, свободны). ЧП. Кĕмĕл çĕрĕ, мерчен куç, пушă пулчĕ вăта пӳрнене. || Вхолостую (о стрельбе). Ст. Шаймурз. Ку ача пăшала пушă кăна персе ярат та, шуйтан ачисем каяççĕ çав пушă пăшал хыççăн. || Впустую, без результата, понапрасну. Альш. Манăн чĕнӳ çак пултăр, йыхрава пушă ан тăвăр. Чăв. й. пур. 6°. Ваçка старастана хăй ăсăпе: Çипирех ярăпăр, тенĕ, çапла вара вăл шухăшланни пушă пулнă. Ib. 5°. Вара вăл шухăшланни пушах юлчĕ (не исполнились его намерения). Чуратч. Ц. Унта ларсан-ларсан, эпĕ пĕр уланкă тытрăм. Ыттисем пушах, ним те тытайман. ЧП. Пушă лар, сидеть без дела. || Альш. † Ах, тетеçĕм, тетеçĕм, аллăнта аллă сум укçу пур, сума та çĕр сум укçу пур, пукане пек йăмăкна пушша ан хăвар, илсе кай.

пушă

(пужы̆), кнут. ТММ. Пушă, пуш, кнут. — Различаются: вăрăм пушă, кĕске пушă. Части кнута: аври, кнутовище; пăлтăрка, ремешок на кнутовище; чĕн, ремень; йăлă, петля кнута; тĕп, кут, основа кнута, его толстый конец; тӳлем, узел у тонкого конца (их бывает много); вĕç, конец; хĕлĕх, волос. Термины витья кнута: кантралатса яв, пĕтĕрсе яв; сулахай яв, вить от левой руки к правой; сылтăм яв, вить от правой руки к левой; виççĕлле яв, вить в три веревки и т. д.; чăмăрла яв, вить кругляшом; лаптак яв, вить плоским; кустар, привить дополнительную веревочку к имеющимся, обычно при ремонте; хĕлĕх яр, привязать к концу кнута волос. Ст. Чек. Çапла пĕлмен пушă хăна çавăрăнса тивет, теççĕ. Кан. Унтри мучи те пушшине хулпуççи урлă тăсса, туйи вĕçĕпе çăпатине шаккаса иртрĕ. ТММ. Ырă ута пĕр пушă, ырă çынна пĕр сăмах. Орау. Пăрса явнă пушă (свитый из крученых веревок, кантăра) лашана пĕтĕмпе хăпарта-хăпарта кăларать. Ала 59. Вуник юплĕ чĕн пушă. СПВВ. БМ. Пушă, пышă, кнут. N. Евчĕ малтан хĕр ашшĕ-амăшĕпе калаçат, ыйтат панине, паманнине. Пама шухăшлаççĕ пулсан, ача ашшĕсем евчĕ патне юлаççĕ, евчĕ, пушă илсе, хăтана каят. Хĕрне ашшĕсем панче пӳртре тĕл пулсан, ăна пушăпа çапса калат: çак пушăран çак хĕр ан уйăрăлтăр, тет (а кнут принадлежит жениху). Туй. Пĕтĕмпех килĕшсен, евчĕ хĕр ашшĕсем патне пушă пăрахса хăварать; пушă пăрахни килĕштернине, сăмах улăштрма кирлĕ маррине пĕлтерет. Ib. Хĕрпе качча кам-та-пулсан сивĕтсен-тусан, пушине евчĕ патне киле леçсе пăрахаççĕ. Ăна: пушă тавăрнă, теççĕ (унтан вара ĕç пăсăлать). Регули 1408. Ку пушă вирлĕ çыпăçмалла. || Нагайка. Сред. Юм. Пушă — лашана йоланатпа çӳренĕ чôхне çапмалли кĕске чĕн чăпăрка.

пуштă ешчĕкĕ

почтовый ящик. N. Çак çырăва пуштă ешчĕкне ярса хăвар-ха.

пӳ

рост. Тайба Т. † Хĕрсем пĕве кайнă чух та, сивĕ куçпа ан пăхăр. Собр. Ӳксе пĕве кайимарăм, питĕмрен хура каймарĕ. (Сак ырати). МПП. Пӳ — çĕр пĕвĕ, рост. || Возраст. Цив. † Эпĕ çак ялтан тухас çук, пӳ çитмесĕр ан илĕр (раньше, чем приду в возраст). Сала 302°. Пӳ епле, ĕмĕр çапла килет, тет. (Послов.). || Туловище, корпус, стан. Зап. ВНО. † Павăл мана илмерĕ; пĕвĕм-çийĕм пурччĕ ман, Атăл хĕрĕнчи хумăш пек. Алешк.-Сапл. † Ман пӳ юлать çĕр айне. Шибач. Пӳ çĕклеми ĕссĕр полтăм. N. Шемшер урам — вăрăм урам, ман çамрăк пӳ шăнăçмаçт. Шишкин † Виçĕ кĕренке поканне кача порнепе çĕклерĕм; ял çинчи йăвăр ятне пĕчик пӳпе çĕклерĕм. Актай. † Пӳ курăнми хăйăр ăшне (с головою). Ib. † Илсе каяççĕ чуна, каçараймарăм пӳме. Лашм. † Куç кĕски мар — куçран пăхтарма, шур чĕнтĕр мар — пӳме виçтерме. Янтик. † Аркă çичĕ ан пĕрсессĕн, пӳне йывăр килмĕ-ши? Альш. Илтĕм симĕс кăтат, çĕлетрĕм сăкман, çаннисем те вăрăм, пӳ кĕске. Пазух. Пӳсрен те çипиркке çĕлетрĕм, çаннисем вăрăм та, пӳ кĕске. Сала 312º. † Кĕпе пӳ те памасан, кĕпе хăйи те юрать пире. || Стебель, ствол; высота, равная длине ствола дерева. Ст. Чек. Хĕвел йывăç пĕвĕ (на высоте длины дерева) анчах юлчĕ. Кĕвĕсем. Шурта шăпчăк авăтать, хăмăш пĕвĕ (стебель) янăрать. Вăрманта кукку авăтать, вĕрене пĕвĕ (ствол) янăрать. СПВВ. Х. Хĕвел йывăç пӳ пурччĕ. || Длина, расстояние. Янш.-Норв. Пирĕн ялтан кăнтăрла енче, пĕр ана пĕвĕнчен (на расстоянии длины загона) тĕне кĕмен чăвашсенĕн масарĕ пур. N. Осем пирĕнтен пĕр ана пӳ ытларах çех тăраççĕ (стоят лишь на расстоянии длины одного загона).

пӳлемĕк чӳклени

назв. свадебн. обряда. N. Пӳлемĕк чӳклес (обряд на свадьбе по случаю получения приданого). Альш. Çĕнĕ çын витрене лартат та, хĕрсеммипе салма çакаççĕ, хунямăшĕ пымас унта. Салма тунă çĕре çынсем пуçтарăнса çитеççĕ. Салма тусан, сĕтел çине хăех антарса лартат салмана. Унтан вара ратнисемпе кашнинпе виçшер кашăк пĕрле сыпат: пĕринпе виçĕ кашăк, тепринпе виçĕ кашăк. Салмине лапчăтса, кукли пек хăвăл шăтăк тăваççĕ: ăна çĕнĕ çын салми теççĕ; çакна: алă тытса пыр çинĕ (так!), теççĕ. Хăй вăл сыпнă чух тăрать. Çĕнĕ çынни шута та каймас. Лешсем ратнисемпе пĕр-пĕрин патне çӳресе сăра ĕçеççĕ. Çак салма пĕçернĕ куна пӳлемĕк чӳкленĕ кун теççĕ. Хĕрĕ енчи каччисем шăрттанне, чăкăт, хур ашĕмĕнĕ илсе килеççĕ. Кунтан хĕрĕн тетĕш-йинкĕшсем çаплах илсе каяççĕ. Вăл такмакпа çăкăр пухаканнисене уртмахçă теççĕ. Çав кучченеçсене ку енче те, леш енче те, çак кун чӳклесе çиеççĕ, пӳлемĕк чӳкĕ теççĕ çавна.

пӳлĕççи

(пӳл'э̆с'с'и), назв. второго божества (после турă). Сред. Юм. Пĕррĕ тôрăпа пулĕççи праçник кôнĕ тĕнчери çынсĕм мĕнле порăннине пăхса çӳреме тохрĕç, тет. Пырсан-пырсан, пĕр арăм кĕпе çунине кôрчĕç, тет. Пӳлĕççи: вăй патăр сана! терĕ, тет. Тôрă, пĕр сăмах та чĕнмесĕр, иртсе кайрĕ, тет. Тăта тепăртак кайсан, пĕр качча кайман хĕр: ах торă! тесе, йĕре-йĕре çĕр айне ача пытарнине корнă, тет. Торă: пит вилес пикех ан тарăх, ачам, тесе каларĕ, тет. Çав хĕртен пăртак иртсе кайсан, пӳлĕççи торра: мĕншĕн эсĕ çак аскăн хĕре çавăн пик япатса сăмах каларăн, паçăрхи ĕçлекен арăма пĕр сăмах та чĕнмерĕн? тесе каларĕ, тет. Тôрă каларĕ, тет: паçăрхи арăм мана хисеплемесĕр пăраçник кôнĕ кĕпе çăвать, кô хĕр, аскăн ĕç тунă пôлсан та, кашни сăмахра: ах торă! тесе, мана тархасласа чĕнет, çавăнпа эпĕ леш арăма сăмах та чĕнмерĕм, кô хĕре самăх каласа йăпатрăм, тесе каларĕ, тет. (Из сказки).

пӳлĕх

(пӳл'э̆х), назв. божества, раздающего по назначению кепе, счастливые или несчастные жеребья. Юрк. Такмак. Атте-анне çуратнă, шурă кĕпепе тытнă (держали во время крещения), турăпа пӳлĕх ӳстернĕ (каччăне тумлантарнă чух). Собр. Пĕрре пӳртекинчи карлăк çине тухса: пӳлĕх, пӳлĕхçи, уланка пулă калашне, çак патша хĕрĕ пĕтĕ пулнине курăттăм, тесе каларĕ, тет. ППТ. Аслă турă, аслă пӳлĕх, çырлах. (Уй чӳкĕ). Янш.-Норв. Эй аслă пӳлĕх, аслă пӳлĕх амăшĕ! сана тав тăватпăр, савса паратпăр, савса ил... (Уй чӳк туни. Пӳлĕх тесе вĕсем мăн турра калаççĕ). ЧП. Эпир атте-анне ачисем турăпа пӳлĕхĕн чунĕсем. Кĕвĕсем. Ĕнтĕ çын кураймас та, çын кураймас, турăпа пӳлĕх ямас та, тивеймес. Н. Якушк. Атте-анне çуратрĕ, турăпа пӳлĕх ӳстерчĕ. С. Алг. † Турă-ах та çырсан, пӳлĕх пӳрсен эпир те пулăпăр хурăнташ. Якейк. Пӳлĕх е пӳлĕхçи; пӳлĕх ача топнă çĕре пырать. Вăл ача çамки çине çав ача мĕлле порнмаллине, кама качча илессине, мĕлле вилĕмпе вилессине çырса хорать. Собр. Турăпала пӳлĕх пăрахмасан, вуникĕ тăшман урам айĕнче (под моими ногами). Альш. Шĕкĕр турра-пӳлĕхе: тантăш ташла пуçларĕ. Ib. Ырă аттеçĕм, аннеçĕм, сирĕн хуйхăра кам çĕклĕ? Турăпа пӳлĕх хăй çĕклĕ. См. Кĕрлĕх. || СПВВ. Каç выртсан канлĕхне пар, ир тăрсан пӳлĕхне (буква «л» написана неясно: перечеркнута и опять надписана).

пӳлĕхçĕ

то же, что пӳлĕхçи. К.-Кушки. М. Васильев. Пӳлĕхçĕ, пĕр турăран кĕçни (1 разр.). СПВВ. ИА. Килте пӳлĕхçĕ пулмасан, выльăх-чĕрлĕх ăнмаст, теççĕ. Ib. Эй пӳлĕхçĕм, картара выльăх-чĕрлĕх ăнтарса пыр, тĕпеле ырă кин пар. Ала 59°. † Пуççăмах та çамрăкта, пӳçĕм çинче, турăпала пӳлĕхçĕ аллинче. N. Унтан вара пӳлĕхçĕ пăтă, пӳлĕхçĕ амăшне юсман паратпăр, теççĕ. Сиктер. Пӳлĕхçĕ, çырлах, пуснă шурă вăкăрăмпа, чӳ-ӳк, çырлах. Аттик. Эй, пӳлĕхçĕ! пире тепĕр çак вăхăта çитиччĕн усра, килнĕ шухăшсене астутарса усалтан-чиртен витсе сыхласа тăр, амин, çырлах. Т. VI. Пӳлĕхçĕ, ан пăрах, пӳлĕхçĕ амăшĕ, сывлăх пар. Н. Карм. Çырлах, турă; çырлах, турă амăшĕ; пӳлĕхçĕ, пӳлĕхçĕ амăшĕ, çырлах, çулталăкран çулталăка сыв усра. (Учук). Ib. Говорят: турă çыртăр, пӳлĕхçĕ пӳртĕр, или: турă лайăха çыртăр, пӳлĕхçĕ лайăха пӳртĕр. N. Мăн пӳлĕхçĕ, мăн пӳлĕхçĕ амăшне, чун çуратан пӳлĕхçĕ, чун пӳрен пӳлĕхçĕ, чун пӳрен пӳлĕхçĕ амăшĕ, çĕр пӳлĕхçи, çĕр пӳлĕхçи амăшĕ, турă пӳлĕхçĕ. Альш. Пӳлĕхçе така, пӳлĕхçĕ амăшне хур. || СПВВ. ФИ. Ача-пăча таврашĕ, ак хăйĕн вылясси те килмест, тек ыттисем вылянине чăрмантарса çӳрет. Çавăн пек çынна пӳлĕхçĕ теççĕ.

пӳртен

(пӳрдэн'), назв. духов, посылающих болезни; назв. самой болезни, поветрие. См. пӳртем. Ст. Яха-к. Икерч-кукăл, çăмарта пуха(ка?)ннисем сĕрен халăхĕнчен кая тăрса юлаççĕ, икерч-кукăл, çăмарта илмешкĕн. Вĕсене кил хуçи, сĕрен халăхĕ тухса кайсассăн, тин парат: пĕр икерч, пĕр кукăл, тата виçĕ çăмарта. Вĕсем: çак апатсемпе пĕрле пӳртри пӳртен ятлă усалсем тухса каят, теççĕ. Чăвашсен пӳртен тиекен чир пур, çав чир пĕр çын пӳртĕнчен тепĕр çын пӳртне куçать. Çав пӳртен тиекен чирпеле ăçта куç пăсăлат, ăçта çан-çурăм ыратат, теççĕ). Чăваш арăмĕсем вун-вуник килпеле çулла çимĕк иртсессĕн, юриях пӳртен валли сăра туса чӳклеççĕ. Пӳртену молятся при «сĕрен пăрахни», при чем упоминается: пӳртен амăшĕ, (пӳртен пулкисем, пӳртен тăванĕсем. Эсир пире пӳртен пулкисем час-часах килсе апрататтăр хăвăр час выçнипелен. Çак икерч кукăлне, çăмартасемпе хăвăр килĕрсенче куннĕн лăпкăн) лăпланса пурăнăрах килес çулччен. Пӳртенĕн пӳртен амăшĕ! Çак ял-йышă чипер лайăх çураçтарса лăпкă усра, çырлах пире. Эсĕ пӳртентен те аслă, вĕсем эсĕ ирĕк панипе пирĕн пата килеççĕ, эсĕ вĕсене чарса тăр.

пӳсĕр

(пӳзэ̆р), грыжа. Орау. Хырăмне кăвапаран çӳлерех пĕр мăйăр пек мăккăль сиксе тухнă: те пӳсĕр çиять, те ахаль. СПВВ. ПВ. Пӳсĕр — грыжа; а также трава, которой лечат грыжу. Имен. Пӳсĕр ернине ăçтан пĕлмелли: (арçын ача) мекĕрленсе, питĕрленсе йĕрет, кăвапи тухат, çӳхе-çĕрĕ пысăкланат; (хĕр ача) кăвапи тухат, питĕрленсе йĕрет, хĕрелсе кайса, ăшĕпе хытă сывласа йĕрет. Шурăм-п. Пӳсĕр аптратсан, пиçиххи туртса çыхăр. Хорачка. Пӳсĕр çын çомне çыпăçат та, икĕ çăмарти анса каят, она пӳсĕр чĕлхи вĕреччĕ те, йосанат. Б. Олг. Хăнча ылтăм çăмартая пӳсĕр çиет, çан (= çавăн) чуне тин çитĕр çак çынна; кĕмĕл çăмартая хăнча пӳсĕр çиет, çан чуне тин пӳсĕр çитĕр çак çынна; хăнча пăхăр çăмартая пӳсĕр çиет, çан чуне тин çак çынна пӳсĕр çитĕр. (Наговор). Хурамал. Манăн та пӳсĕр аннă-çке. Пшкрт. Пӳсĕр çиет (грыжа). СПВВ. ИА. Чĕрĕ япала çисен, çынна пӳсĕр ерет, теççĕ. Ăна кантăр вăрри е вупкăн тымар çисе пĕтерес пулать. М. Шемерт. Çитмĕл те çичĕ тĕслĕ хурт-купшанкă хăçан пĕр çĕре пуçтăрăнса, суптаркаса (так!) пухăнĕç, çавăн чухне пӳсĕр çисе тухтăр. Рук. календ. Прокоп. Ачасем тата пӳсĕр çинипе асапланаççĕ. КС. Пусĕр, глисты. Ib. Пӳсĕр çинă, пупочная грыжа; вар анни, грыжа нижней части живота.

пăвăрлă

(пы̆вы̆рлы̆), седой, чалый (масть лошади). КС. Собр. Пăвăрлă лаши сĕлĕ çимеçт. Изамб. Т. Пăвăр лаша; унăн лаши пăвăрлă. N. Пихампарăн пăвăрлă лаши çилхи çине хăçан пырса пулĕ тум-хаяр, çавăн чухне тин килсе пултăр çак тум-хаяр. См. пурлă.

пăланчă

усадьба (от русск. народн.: плант). СПВВ. Çак хуçанăн тăватă кĕтеслĕ пăланчă пур; тăватă кĕтеслĕ пăланчинче (пăланчĕнче) ултă юпалă хапхи пур.

пăлчал

(пы̆лџ̌ал), то же, что пăлчав. СПВВ., Трхбл. Н. Седяк. Хăта пăлчал илсе таврăнать килне. Ib. «Каччă ашшĕ патне килет канаша (на совет). Çак канаша пăлчал теççĕ. Пăлчал = срок». Н. Карм. Пăлчалта пĕр витре эрех исе килет, пĕр пичке сăра, тавар кӳрет, йилен, хăмаç çип кӳрет, хăмаç виç аршăн. Стюх. Пăлчал — нечто в роде свадебного обычая, обряда: отец жениха за неделю до свадьбы отправляется в дом невесты для уговора о времени свадьбы.

пăлхавăшни

то же, что пăлхавишне. Н. Седяк. Ытлари куна пăлхавăшни кунĕ теççĕ, çак кун пĕр çĕнĕ ĕç те пуçламаççĕ.

пăлхат

(-h-), мешать, мутить. СТИК. Эпĕ ун патне пытăм та, вăл стакканĕнчи чейне пăлхатса ларат (мешает чай в стакане). N. Эптри кутран пăлхатат, тет, ăракĕ хĕстерет, тет, йыт-пырши ĕнтет, тет. Н. Шинкусы. Хăй каллах пӳрте кĕрсе тӳшек-çăтарсен ăшне пăлхата пуçларĕ (шарить в них). || Волновать, бунтовать, «булгачить». СТИК. Мĕн пăлхатса çӳрет-ши тата çак! что он там мутит (вводит разлад). Ib. Мĕн çав япаласене палхатан (перемешиваешь, перебутариваешь). N. Хаярлăхĕпе вĕсене пăлхатса пĕтерĕ.

пăнлаттар

производить звук пăн на туго натянутой струне или веревке; тринькать, бренчать. СТИК. Атă-ха çак кантăрана икĕ вĕçĕнчен тытса пăнлаттарар (звучание натянутой веревки). || Швырнуть. Чăв. юм. 1919. Старик çĕлĕкне илнĕ те, кăмакана пăнлаттарчĕ (швырнул).

пăнчă

(пы̆нζы̆, пы̆н'џ̌ы̆), точка, крапинка. Хурамал. Б. 13. Çăлтăрсем пире пăнчă пек анчах курăнаççĕ. Изамб. Т. Пăнчă-пăнчă кĕпи шăтнă. ЧП. Пăнчă-пăнчă шатри пур, шатри сайран телей пур. Шана чир. сар. 13. Вĕсен пăхĕ çулласенче пăнчă-пăнчă пек курăнса тăрать. Челкаш 33. Çак çутăсем пурте тинĕс пичĕ çине ӳксе сап-сарă пăнчăсем пулса тăнă. Баран. 93. Выльăх кĕтĕвĕсем хускалса çӳрекен пăнчăсем пек курăнаççĕ.

пăр

(пы̆р, пŏр), лед. Альш. Сĕве пăрĕ кайнă вăхăтра-мĕнте. Во время ледохода на Свияге и т. п. Ib. Хĕрарăмсем шыв хĕррине пыраççĕ те: манăн чирĕм-чĕрĕм çак пăрпа ларса кайтăр! тесе, каякан пăр çине пĕр-пĕр пăх муклашки ывăта-ывăта лартса яраççĕ (весною). Ib. † Çерçи чак-чак тăват-çке, Атăл пăрĕ ларат-çке (Волга замерзает). N. Пăр ун чух пит хытах шăнманччĕ. N. Атăл пăрĕ вăйлă каять. На Волге сильный ледоход. Торп-к. Атăл пăрĕ час тапрансан, тырă ĕнсе (= ăнса) пулать, теççĕ. Пухтел. Сĕвери пăр кайса пĕтрĕ. Ib. Пăрсем пĕр çĕре купаланса ларнă (затор). N. Хĕлле пĕвесенче пăр пит хулăн шăнса ларать. Изамб. Т. Пăр кайсан, кайран, пĕр уйăхран, пĕве пĕвеççĕ. Ib. Пăр кайнă чухне, чир кайтăр тесе, кăçкăрса ватти-хĕттипе (= вĕттипе) навус (= тислĕк) пăр çинелле ытаççĕ. N. Шывсем йăлтах тулса çитсен, çырмасенче пăрсам кайма пуçлаççĕ. Ib. Пăрсам кайнă чухне пур ватти-вĕттипех çырма хĕрне курма тухаççĕ, пурте пăр кайнине савăнса пăхса тăраççĕ. N. Атăл пăрĕ лайăх кари? Собр. † Шыв йăтайми пăр шăнат. N. † Аслă çулăн тусанне шăпăрпа шăлса ямалла, аслă ялăн хĕрсене пăрпа лартса ямалла. Тет. Шыв шавлат, пăр каят-тăр. N. Çырминче пăр тасалман полĕ-ĕçке. Б. Янгильд. Пăрĕ ял тĕлĕнче анчах шăннă. N. Шĕнер пăр (пŏр) Апаш тĕлĕнче кайнă ĕнтĕ. Около Абаш лед на речке Шинери уже прошел. Янтик. Капан кӳлĕ çинче пăр шăннă, ачасем пăр çинче чупса çӳреме пуçланă. Ib. Эл çинче пăр шăннă. Орау. Çавăнпа пăр çине шыв тухнă. Ib. Атăлта пăр кайса пĕте пуçланă, пăр катăксем унта-кунта анчах юхса иртеççĕ. Ib. Пăр кăларнă вырăна çĕнĕрен пăр шăннă. Ib. Пăр капланса шыв хĕрĕнчи картасене, мулчасене юхтарса кайнă (напором льда унесло изгороди и бани). Ib. Çавал пăрĕ хăпарнă (поднялся), пăр час каять пуль. N. Тăррисем çӳлте вĕçмен пекех тăрлаттарса тăраççĕ: пăр тапраннă, пăр тапраннă, теççĕ. N. Атăлра пăр пур-и? (Из письма). N. Ĕнисем шыв ĕçнĕ чух, пăрушĕсем пăр çуласан та юрать, тет. (Поговорка). Шел. 73. Пăр каять, пăрпа пĕрле чир каять. Чуратч. Ц. Унта канав айĕнче шыв тумласа вăрăм, çӳлтен пуçласа аяла çитичченех, пăр юпасем усăна-усăна тăнă. Орау. Яка пăр çине лартса хăварчĕ (надул, обманул). || Град. Альш. † Пăри пек, пăри пек пăрсем çăвать: епле пӳхмес-ши пăланăн тихисем? Изамб. Т. Пăр çуса иртсе кайсан. N. Тырра пăр çапнăран ултă ялпа чӳк тунă йĕрке. Якейк. Пирн уя пăр çĕмĕрсе карĕ; ним те йолмарĕ. Паян виç уйра пăр çĕмĕрнĕ, тет. Сёт-к. Пăрпа çĕмĕрчĕ, градом побило. N. Ыраша пăр çапса кайса, тури картая, ой вăта — çĕрĕнчен пĕр çĕр алă чалăш полĕ. Янш.-Норв. Пирĕн ялсем, е çăмăр пулмасан, е тырă-пулсем лайăх ешерсе юлмасан, тата тырă-пулла пăр ан çаптăр тесе, тăм таврашĕ те ан ӳктĕр тесе, кашни çулах çăмăр чӳкĕ тăваççĕ. Аттик. Акнă тырра-пулла пăр кăларса ан çаптар. (Моленье). || Сосулька. Альш. Ампар çумĕнчи пăр вăрăм шăнсан, йĕтĕн вăрăм пулат, тет. Сятра: с'орк¬он'а пӧрт видэлэ̆ђэ̆нџэн вŏрŏм п¬ŏр озы̆нзан вы̆л с'¬ол тыры̆ п¬олат, тэт. Чув. пр. о пог. Тумла аннă пăрĕ шăнсан, çулла хăяр аван пулать. Если внизу намерзают сосульки (лед), летом будут огурцы. Орау. Хуралтă çунаттисенчен юхса шăнса ларнă пăрсем хĕвĕл пулсассăн, тырăсем выçă пулаççĕ, тиççĕ. IЬ. Сарай çунаттинчен (края крыши) юхса шăнса ларнă пăрсене çапса ӳкертĕм. || Гололедица. N. Çап-çутă пăр, на дворе гололедица. В др. гов. Пăр шăвать, на дворе гололедица. || Проныра. Ст. Чек.

пăрухут

пăрохот, пăруххут, пăроххот (-h-), (-h-), пароход. N. Пăрухутран юласран хăратрим? Вы боитесь опоздать на пароход? Абаш. Çак пăрохот Шопашкара ларать-и? Шашкар. Пăроххот орапи (-би), колесо парохода.

пăрăм

(пы̆ры̆м), винтообразный предмет, имеющий форму спирали; поворот в замке, в особенности винтовом. Альш., Т.-И.-Шем. Ильм. † Пăрăм-пăрăм çăраççи, пĕр пăрăмĕ ытлашши. N. † Ах, аннеçĕм, аннеçĕм, пăрăм-пăрăм пусмăрсем, эпĕ пусас çук ун çине. Якейк. Çак (ку) сраççин пăрăм нумай-ĕç. Ку сраççия нумай пăрса уçмалла (много надо вертеть, пока не отопрется). || Соломенный жгут; свитая веревкой солома. Юрк. Улăмран пĕр пăрăм туса, çав пăрăмне вут тĕртсе çунтарса яраççĕ. || Назв. нескольких узлов закрученной основы ниток. Сред. Юм. Пир комсан кунчалаççĕ те, онта вара чăмакка-чăмакка полать, çавна пăрăм теççĕ; пĕр пăрăмра олтă-çичĕ куç полать. Шевле. Пăрăм = 3 йăлăм или куç. || Род точеной посуды, часто с такой же крышкой, напр. солоница, копилка и т. п. Трхбл. Пирĕн асатте укçине пăрăмра (в точеной копилке с крышкой) усратчĕ. См. пăр ма. || Запятая. N. Кунта пăрăмсем ытла та нумай (запятые). [Но в знач. термина пунктуации это слово не употребительно].

пăрван

заниматься серьезно, возиться. Ст. Чек. Пăрванаççĕ çак япалапа. Серьезно занимаются, возятся, каталажатся (с чем-либо).

пăркунне

то же, что пăркун, пăркон__. Орау. Пăркуннерех — çак иртнĕ кунсенчен маларах.

пăршăн

(-ж-), отворачиваться, избегать, отлынивать. Ст. Чек. Пăршăнат = кивçен укçа илме пырсан, парасшăн мар пăршăнат, теççĕ. Илнĕ укçана ыйтма пырсан та, парасшăн мар пулсан: парасшăн мар пăршăнат, теççĕ (т. е. отворачивается, находит причину, отнекивается и сердится). IЬ. Пăршăнса çӳрет — избегает работы. Çак çын ялан вара йывăр ĕçрен пăршăнса çурет. || Каяться. СТИК. Питĕ хытă пăршăнтăм та... кайран вара (очень каялся, да после уж).

пăс

(пы̆с, пŏс), портить, испортить. N. Пăсасси çăмăл та, тăвасси хĕн, теççĕ. (Послов.). || Производить порчу, вредить колдовством или знахарством. КС. Çын пăснă (порча колдовством, вносящая разлад между мужем и женою). Изванк. Пăсассине вăсем ним япаласăрах, кирек ăçта пулсан та, пăсатчĕç. Хăш чух çын сисесрен, чĕлĕм туртнă чухне пăсаççĕ. Чĕлĕм туртнă чухне çын сисмеçт, ахал сурса тăрсан, çын сисет. Çавăнпа чĕлĕм туртнă чух нумайăшĕ пăсаççĕ. Çав пăсмалли чĕлхесем ак çапла пуçланса каяççĕ: çитмĕл те çичĕ çул уйра хăрса выртнă армутисенчен хăçан чечексем тухчăр та, тин вăл çын этем ывăлĕ-хĕрне ертĕр. Турăран этем ывăле-хĕрĕ чĕлхи вирлĕ, тьфу. Çитмĕл те çич çул çитĕнсе хăрса кайнă шур хурăнтан хăçан та хăçан чечек тухтăр та, вăл çын тин этем ывăлĕ-хĕрне ертĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ чĕлхи вирлĕ, тьфу! Çитмĕл те çич çул пĕлт çинче çитĕннĕ пысăк чăрăш. Çав чăрăш хăçан та хăçан тинĕс тĕпне кайса ӳксе тепĕр хут çĕнĕрен чечек кăлартăр та, тин вăл çын этем ывăлĕ-хĕрне ертĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ чĕлхи вирлĕ, тьфу! || Рушить (кушанье). N. Çырлах турра, тырă пуç паратпăр, çак хуран тулли пăтă пек, пăсман хур пек, килес çула çитмелле пултăр. N. Унтан хăти, туй пуçлăхĕ, хура пăснă çĕре пырать. Сиктер. Тепĕр чашкăпа хур пăсмасăрах чылай халлĕнех (в цельном виде) тула илсе тухса сĕтел çине лартаççĕ. Туй. Çак хура çак туйшăн пăсса вакла. [Пăсас значит испортить, потом разбить цельный предмет. Пăсса вакла — гусь до этого был цел, теперь вот его нужно разбить на части]. || Сломать (строение). N. Çурт пăс. || Разбирать. Хурамал. Сурат пăсса урапа çине тиясан, урапа перекетне пар. Собр. Авăн пăсăпăр, турă, авăн перекетне пар. || Расстраивать. Изамб. Т. Усем те пăсмасан (не расстроят дела), ывăлĕ те кăмăлласан... || Отменить. С.-Устье. Каланă сăмаха пăсас мар, тет. Изамб. Т. Микуç, Ерми, тата ыттисем те, начар çаран тухнă та: пăсас, çĕнĕрен валеçес, теççĕ. || Расстроить скрипку. К.-Кушки. Якейк. Ман ĕнтернĕ скрипка такам пăснă. || Переделать. Юрк. Вырăсла сăмах паллисене пăсса урăхла тунă, тет. Скотолеч. 22. Таканлани тĕрĕс мар пулсан, пăсса таканлаттарас пулать. Орау. Хăй кĕрĕкне пăсса мана кĕрĕк туса парасшăнччĕ. || Раскрыть, распечатать. N. Эсĕ пире хĕрхенмерĕн, çын хыççăн кайса, эсĕ киле ямарăн, хуралта пăсса вуланă хутпа яла култартăн. || Перепахать. Янтик. Ну, кăçал пăсса акмалли нумай. IЬ. Кăçал пăсса акни пит нумай (много перепашек). Якейк. Ана пăсса акрăмăр (когда хлеб не взошел, перепахали и посеяли другой хлеб). || Мешать, стать лишним. Якейк. Паян кĕрĕк тăхăнсан та пăсас çок (не мешает и шубу надеть). || Разорять. Сятра. Тата кайăк юйи (= йăви) пăсап, çăмартисене ĕçеп (гов. лиса). || Распустить дурную славу. ГТТ. Ял илемне ан яр, ял ятне ан пăс. N. Çитменнине манăн ята та пăсасшăн канаш турĕç. || Лишить невинности.

пăт

(пы̆т, пŏт), пуд. Икково. Çак пăт тăвара сот мана. Продай мне этот пуд соли. N. Пилĕк пăт кĕрекен мăйăх. N. Тăхăр пăт чăпти. N. Пăт çурă, полтора пуда. Янш.-Норв. † Пăтшар салат пухăпăр, икшер хăна илĕпĕр, сарă алтăрпа ĕçĕпĕр. Регули 1040. Килĕрен пăтшар çăнăх пачĕç. (Прер çын, прер пăт çăнăх). IЬ. 914. Икĕ пăт ыраш сотрăм; пăт ыраш сотрăм.

пăчă

(пы̆ζ'ы̆, пŏџ̌ŏ), душно; духота. А. Турх. N. Пăчă çĕрте пулă пурăнаймаст. Хурамал. Утă çулнă чух кун пăчă пулать те, вăй пĕтет. В. Олг. Пăчă, душно, дышать нельзя. Янтик. Ай-яй пăчă сан пӳртре, ма çавăн пек нумай хутан эс? Çутт. 154. Шыв çинче сывлама пăчах мар, анчах калама çук шăрăх. Шурăм-п. Хĕвел пăхать шăратса, çирен тар шăпăр-шăпăр юхать. Çил вĕрмест. Пăчă. О сохр. здор. 42. Е ытла пăчăран (от сильной духоты), е урăх япаларан макăрать пулĕ. Чув. пр. о пог. 45. Çула хĕвĕл тухнă чухне питĕ пăчă тăрсан, çав кун каçпала çăмăр пулать. Если летом во время восхода солнца стоит духота, в этот день вечером будет дождь. Килей-к. † Çак ял ачи — чон пăччи, çич йот ачи — чон уççи.

пăх

(пы̆х), смотреть (тюрк. бак.). СТИК. Эпĕ каялла çаврăнса пăх та, курах кай: хайхисем ман пата пыра параççĕ. Я оглянулся, смотрю, а они идут ко мне. Трхбл. Капан айĕнчен юс пăхать. (Манка тухни). Бур. † Умăр çутă, çийĕр хĕрлĕ, вăтанатăп куçăртан пăхмашкăн. N. Пăхма çывăх та, утма инçе, теççĕ. (Послов.). ТХКА 114. Ак ĕнтĕ, пăх ĕнтĕ. Ăçта çитсе кĕтĕмĕр (куда мы забрались)! N. Пăх-ха, пулă йăмпăлт! туса карĕ (появилась всем телом и быстро исчезла; чăмпăлт! — махнула хвостом). В. С. Разум. КЧП. Пăхарах пар, усиленно смотреть. Любопытно отметить некоторые тонкости в употреблении этого глагола с простым падежом и с послелогом в следуюших примерах: Орау. Хĕвеле хирĕç (на солнце) пăхма çук. Мĕн эс уйăх çине пăхан? Чиркӳ хĕресне пăх, хĕвеле пăх (клятва). Мĕн эс ку алтана пăхса тăран? Что ты смотришь на петуха? Мĕн эс алтан çине пăхса тăран? Мĕн эс алтан çинелле пăхса тăран? (на петуха, если петух в отдалении; спрашивающий может и ошибиться). Ку сăмавар çине ман пăхас та килмест. Мне противно смотреть на этот самовар. Хăй мĕне пăхнине те пелмеçт. Сам не знает, что рассматривает IЬ. Мана ан пăх эс, çи, çи! — Не смотри на меня, т. е. не обращай внимания, ешь. Ман çине ан пăх. Не смотри на меня (в букв. смысле). — Ма тата? Куçăхатнам? IЬ. Çырма хĕрне пырса ларнă та, шыв çине пăхса ларать. IЬ. Çăлла ан пăх, çăлла анса кайăн (в колодец). IЬ. Мĕн пăхан? — Якур пичче иртсе карĕ те, çавна пăхрăм (на него). IЬ. Лаша çине çавăрнса пăхрăм та, лаша пĕтĕмпе кӳтсе чĕтресе тăрать. IЬ. Вăл хурăн çине пăхма та хăраттăм эпĕ. IЬ. Пĕлĕт çинелле пăхрăм (на облако, на небо). IЬ. Куçне пĕр илмесĕр ун хĕрĕ çине пăхса тăрать. IЬ. Тырă çинелле пăхса тăрать (на поля хлебные). IЬ. Тырра пăхса тăрать (караулит хлеб). IЬ. Çак тырра пăхап та-ха, ай-ай турă мĕн. Вот смотрю на этот хлеб (напр., в поле). IЬ. Сăмавар пăхатним? Самовар смотрит (с целью купить). IЬ. Лаша пăхатним? — Лаша пăхатпăр (желая купить). IЬ. Сăмавара пăхатним (караулит когда начинает кипеть). Шинер-п. Пĕре эпĕ карташне тухрăм та, йăва çине пăхса тăратăп. || Проверить наличность. М. Сунчел. Пирвайхи уяв каçĕ, кĕтӳ кĕрсен, выльăхсене хăппăл-хаппăл пăхаççĕ те (посмотрят, все ли на лицо), вĕтти-шаккипе выляма чупаççĕ. || Высматривать, присматривать, выбирать. Якейк. † Çакă ялта хĕр пăхрăм. Собр. Пасартан пасара çӳресе хĕр пăхать (выбирает невесту). Сёт-к. Сакăр сар хĕр пăхакан — инке арăмпа йолакан. Сред. Юм. Хĕр пăхма кайнă. Пошел девицу выбирать. N. Пăхса хонă сар хĕрне илсе яма полмарĕ. КС. Унăн пăхса хунă хĕр пур, высмотренная. || Открывать (сундук), чтобы посмотреть или вынуть вещь. N. Арчана пăхрăм. Я ходил в сундук (т. е. открывал зачем-то сундук). || Быть обращену в ту или другую сторону. Изамб. Т. Урамăн сылтăм енче çуртсем пурте пĕр майлă, урамалла пăхса лараççĕ. || Осматривать. Коракыш. Пĕре утарта пĕр старик вĕлесем пăхса тăрать. О сохр. здор. Пăхса пĕтер, осмотреть (чирлĕ çынна). || Лечить. М. Яуши. Ăна темчул лекĕрсем те пăхнă та, çавах чĕртеймаççĕ. || Любоваться. Орау. Эп сана пит пăхсах тăмăп! Я на тебя любоваться-то не буду, т. е. не посмотрю на тебя (а сделаю, что хочу, или заеду тебе в морду). IЬ. Ăна тата пăхса ларма илним? Ĕçлетĕр! А что, разве ее (сноху) взяли для того, чтобы на нее любоваться? Пусть ее работает. || Следить; следить по книге. Орау. Пĕр ачи вулать, ыттисем пăхса пыраççĕ (следят по книге). || Наблюдать. О сохр. здор. Ун пек чирлĕ çын хыççăн килте яланах пăхса çитермелле мар (не усмотришь). || Надзирать. Юрк. Эпĕ халĕ те пулин надсмотрщик анчах пулса пурăнатăп, Чĕмпĕр уйясĕнчи эрех лавккисене пăхса çӳретĕп. Эрнере мар, уйăхне пĕр тапхăр пăхса çаврăнатăп, пĕр-ик-виç кун çӳресе. || Ухаживать. Изамб. Т. Арçынсем ул вăхăтра кулленкун выльăх пăхаççĕ. N. Выльăх-чĕрĕлĕх пур-и санăн — пăх ăна. N. Хурт илес пулатчĕ санăн, шăллу пăхса паратчĕ (брат стал бы ради тебя за ними ухаживать). Собр. † Хуртне пăхма Михали, пыльне çима Микула. N. Хăвăр пăхса ӳстермен ĕçĕм-çырли пахчисем. || Ухаживать за любимым человеком; ухаживать, угощать. ЧП. Хамăра хисеплесе килнĕ хăнасене чипер пăхса ярса пулмарĕ. N. Ху хăнусене ху пăх. Ала 83. Кунта çĕмĕрлчĕç, тет, туйне темĕн чухлĕ аван пăхса ячĕç, тет. Орау. Хăнасене пăхса ывăнтăм. Ухаживая за гостями, я устал. Пазух. Хурăнташсем хулăн та, хамăр чухăн, епле пăхассинчен те хăратăп. || Хранить. Якейк. Контан кайнă чох эп она пăхса порăнма хам кĕнекесене парса хăвартăм (оставил на хранение). Изамб. Т. Эсĕ те, арăм (Ухха!) çурта чипер пăхса усра, салатса ан пĕтер (говорит умирающий). || Оберегать. Никит. || Караулить. Хочехмат. Вăсен пĕр старик пур, вăл уя каймас, кил пăхать, анкартинче пăхать. || Заботиться. Бес. чув. Шкул пăхмаллипех пăхса тăнă, ачасене вĕрентмеллипех вĕрентсе пурăннă. ЧС. Ку ачана ĕнтĕ эсĕ аван пăхса усраса ĕмĕрне вăрăм ту. (Моленье). Кан. Кил çуртне хăйне «пăхса пурăннă» çынна парса хăварасшăн. || Опекать. Курм. Йăмăкне пăхать. Он состоит опекуном своей младшей сестры. IЬ. Ача пăхакан, опекун. Курм. Акуна аçу пăхать (опекуном твоей сестры состоит). || Управлять. N. Вăл вара пĕр аллă çула яхăн еврей халăхне пăхса тăнă. Б. Олг. Чикме пăхнă çĕр çинче, в Козмодемьянском уезде, на территории Козмодемьянского уезда. || Воспитывать, смотреть за детьми. В. Олг. Иккĕш (оба) çурма (= çывăрма) выртрĕç. Выртрĕç те, попляччĕ: перĕн ачасане кам пăхĕ-ши (кто будет воспитывать наших детей), тет. N. Карчăк ачисене пăхса ӳстере пуçларĕ, тет. Изамб. Т. Епле арăмĕ вĕсене пăхса ӳстерĕ? Юрк. Пăхнипе пăхни уйрăм. Хам пăхатăп нумайĕшне. N. Пăхмаллараххисем те пур вĕсен ачисем... || Пасти. Кан. Ăна выльăх кĕтӳ пăхаканскер тĕл пулнă. || Искать (паразитов). N. Ку ача калать, тет: эс пăх-ха ман пуçа! Патша хĕрĕ пăхать, тет, кун пуçне. || Соображать, сочетать с чем. Якейк. Апат çима эп килессе ан пăх. Ты меня не дожидайся, обедай. || Церемониться. Орау. Тăрсан-тăрсан, пит пăхса тăмĕç, туххăм хăваласа ярĕç. Посмотрят, посмотрят, да и не будут церемониться — выгонят. || Слушаться. Ау 131. Ну, ку ача амăш сăмахне пăхмас, тет, çапах пăшал илет, тет те, амăшне пăрахса ухутана каят, тет. Орау. Эпĕ ăна пăхмастăп та. Я и не обращаю внимания на него. IЬ. Вăл мана çавăрăнса та пăхмаçт. IЬ. Ăйăх килсен, кансĕрленине пăхăп. Если мне захочется спать, то разве я стану обращать внимание на шум («помеху»). Альш. Патша калат: сан сăмахна пăхса, мĕн пур çемье вилсе пĕтет, тет. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ çавах вăлсем ятланине пăхмасăрах ăшкула каяттăмччĕ. Капк. Миккер Керукĕ пĕртте ашшĕне пăхман, каттăршнай ачи. || Светить (о солнце). Шибач. Халь хĕвел епле пăхать, хĕлле те çапла ăшă полчĕ. N. Кунĕпе хĕвел пăхрĕ. Вопр. Смоленск. Пĕлĕтлĕ кун хĕвел анас чухне йăлтăртатса пăхсан, пĕр эрне йĕпе пулать. || Иметь склонность (к чему). N. Кăшт ĕçме юратать пулсан, ăна: ĕçке пăхать, ĕç тумасть, теççĕ. || Ворожить, гадать. Магн. М. Изамб. Т. Хăшĕ-хăшĕ кĕнеке тăрăх пăхаççĕ. Иные гадают по оракулу. Альш. Юмăç пăх. IЬ. Килте кăна пăхкалани, домашнее задание или ворожба. N. Ну, килемей! Эпĕ сан патна килтĕм, укçа çине пăхса парччĕ (погадай). Болезни. Хут çине юмăç пăхассине е пăхтарассине ăша та ан тытăр, çынсене те ан пăхтарăр. || Пробовать. Чăв. й. пур. 36°. Пăхса пăхам халĕ, тенĕ те, юмăç пăхăн пек тунă. КС. Юмăçне те пăхса пăхнă (пробовал гадать) вăл, çапах та çухалнă япалине тупайман (или: юмăçне пăхса та пăхнă...). IЬ. Çав хĕре пăхса пăхăр-ха, сирĕн Ваçили валли юрамалла-и? || Пытаться, норовить. Тим. Хăйне те çын тесе хисеплеме пăхать. N. Пульăсем пуçран лекме пăхаççĕ. Пули того и гдяди попадут в голову. || Относиться. ГТТ. Хальхи çамрăк çырăва вĕренет те, вăл-ку çинчен калать те, этемме пурне те пĕр евĕрлĕ пăхма хăтланать те, вăл ватăсен кăмăлне каймасть. || В чувашизмах. Сред. Юм. Эс ним тума аптраса пăха тăран (с повышением голоса на «пăха») çанта! Ты (говорит про себя) стоишь, не зная, что делать. Алик. Икĕ хутлă çурт йăтăнса ларать, пăхма та çук! Высится страсть какой двухэтажный домище! N. Этем пăхма çук, çын вилли çта килнĕ — унта. Везде навалены трупы — видимо-невидимо. Хурамал. Салтак каланă: айта ан чарăнăр, хăвăрăнне пăхăр, тенĕ (делайте свое дело, не переставайте). N. Ку ача ашшĕне пăхнă. (Уродился в отца). N. Ку ача, ашшĕне пăхсан (если будет в отца), куштан пулмала-ха (пожалуй). Сред. Юм. Йăхне пăхсан, пит чейе полмалла. Если судить по его предкам, то и он должен быть очень ловок в делах. Изамб. Т. Амăшне пăхсан, вĕсем те хаяр пулмалла. Судя по матери и они (дочери) должны быть сердитыми. Альш. Пăхмасăр калама вĕреннĕ. Выучил наизусть. СТИК. Э, пăхса та курăнмаст-ха, тахçан çын пулĕç! Когда-то еще они (дети) вырастут. IЬ. Мункуна сăра тăвасчĕ. — Э, пăхса та курăнмаст-ха (до праздника еще долго), ĕлкĕрĕпĕр. N. Суккăр çын ĕмĕрне çын куçĕнчен пăхса пурăнат. Слепец весь свой век живет в зависимости от других. БАБ. Мĕн тума пăхан вĕт (что поделаешь, ничего не поделаешь): кĕрессе пăтпа кĕрет те, тухасса салатникпе тухат, теççĕ. Альш. Эпĕ хам чассие Хусантипе пăхса лартрăм. Я поставил свои часы по казанским. Скотолеч. 14. Пăхма лаша сывă пек. На вид лошадь кажется здоровой. Питушк. Лайăх, пăхмалли те çук! Очень хорошо. Бес. чув. 2-3. Эсĕ мĕн пăхан, Хайрулла? Акă аçуна каласа кăтартам-ха! терĕ Микулай. Что ты подсматриваешь, Хайрулла? Вот расскажу я отцу и попадет тебе. Орбаш. Тимĕрç пуçне шăратрĕ те, пулчĕ лаша, пăхма та аплах мар. N. Епле апла хăй тавра? Ху йĕрӳ тавра епле çаврăнма пăхатăн? Как ты можешь обернуться вокруг самого себя? || Употребляется в качестве вспомог. глагола. ЧС. Кĕрĕк тăхăнса кăмака çине те хăпарса выртса пăхатăп, çапах та ăшăнаймастăп. КС. Туртса пăх-ха, эп сана! Попробуй-ка покурить, тогда я тебе задам. N. Тĕрлĕ çын тĕрлĕ шухăшласа пăхать пулĕ. Юрк. Лар ĕнтĕ! пĕрер чашкă ĕçсе пăх! Присаживайся, выпей чашечку (чаю). IЬ. Хуранпа тиркине кăшт аллипе тытса пăхат (дотрагивается). IЬ. Унта-кунта пăхкалат, пĕр япалине ниçтан тупаймас; хăйпе пĕрле юнашар ларса пыраканнине: эсĕ курмарăн-а? тесе ыйтса пăхат (спрашивает). IЬ. Хăш-хăш тĕлтисем вырăнĕ-вырăнĕпе пĕр-пĕринчен пăртакçă урăхларах та тукаласа пăхаççĕ (справляют свадьбу несколько иначе). IЬ. Ваçук, пĕреххут тĕтĕрсе пăхăн-а? тет арăмĕ упăшкине. Трхбл. Эпĕ çĕвĕç патне пиншак тăхăнса пăхма кайрăм. Я ходил к портному примерять пиджак. ППТ. Луччĕ акă тата çапла тăвса пăхар-ха... Лучше попробуем сделать вот так. Орау. Тарçа, тытиччен, малтан апат çитарса пăхма хушнă (чтобы испытать его ретивость в работе). Бес. чув. 2. Мĕн эсир çав тĕрлĕ хĕнетĕр лашана, вара çав тĕрлĕ хĕнеме юрать-и? Кӳрĕр-ха, хăвăра çапла ватса пăхам (ну-ка, я вас самих попробую также поколотить)! В. С. Разум. КЧП. Вĕсем пĕрре те спектаккăль ларт а хăюланса пăхманскерсем,

пĕв

(пэ̆в), рост. Янш.-Норв. См. пӳ. Собр. Пĕвĕ те пур, сăнĕ те пур, тытма тăрсан нимĕн те çук. (Шыв). Сред. Юм. Пĕве ярăннă. Пошел в рост. IЬ. Пĕрте сарлмас халь, пĕве ярăннă ô. Нюш-к. Пĕв çитмес. Бел. Гора. † Хĕрĕн пĕвĕ вырăнне мул хутаççи хутăмăр, хĕрĕн пĕвĕ вырăнне тăхăр тир кӳтĕмĕр. (Свад. п.). Альш. † Вăрманта кукку авăтат, вĕрене пĕвĕ янăрат. СПВВ. Пĕве çитнĕ, зрелый возраст, более 20 лет. Н. Шинкусы. Пĕв, тело (рост). См. пирĕшти. Султангул. † Çак тăвансем патне те, ай, килсессĕн, сарă ука пек пĕвĕм, ай, авăнать. М. Васильев, № 3, 18. Çанталăкĕ сивĕрен пĕтĕм пĕвĕ чĕтрет он (весь трясется). || Сажень (также чалăш). А. Турх.

пĕв-си

стан. А. Турх. Артюшк. Пĕвĕм-сивĕм сарă та хăмăш пек. Букв. I ч. 1904 г. Эсĕ ку пĕвӳ-сийӳпе, çак сăну-пуçупа патша анчах пулмалла (быть тебе царицею). Сред. Юм. Пĕвĕ-сийĕ çорта пик, говорят про человека, у кого тело чистое, здоровое. См. пӳ-си.

пĕл

(пэ̆л, пэ̆л'), знать. Якейк. Вăл вырăсла чăвашлинчен хыт(ă) пĕлет. Он знает лучше по-русски, чем по-чувашски. IЬ. Вăрланă япалая пĕлсех илч вăл (купил заведомо краденную вещь), хам та пĕлетĕп. IЬ. Вăл паян конта килет-и? Тем, пĕлмĕп (не знаю). Б. 13. Пĕлмерĕн — пĕр сăмах, пĕлтĕн — çĕр сăмах, теççĕ. (Послов.). Ала 93. Çаксене вăл хăй пĕре те пĕлмен, унăн тăван пичĕшĕ кайран ăна мĕн пулнине кала-кала кăтартнă. N. Юмăç, пĕр каласан (одним словом), нимĕн те тăва пĕлмест. Юрк. Çук, эпир пĕлместĕпĕр, урăх çынсенчен ыйтса пăхăр, теççĕ. Кĕсем тата çынна ытти çынсенчен те ыйтса пĕлеççĕ (пăхаççĕ). IЬ. Пĕлмесен, пире çыру пĕлменни кирлĕ мар. Если ты не грамотна, то нам таких не нужно. N. Лешсем пĕлми (неизвестным) ют чĕлхепе сырнă кĕнекесене вуласшăнах пулман. N. Хĕрсем кам упăшки пулассине пĕлесшĕн тăрăшаççĕ (гадают ка святках). Бур. † Мĕншĕн шавламастăр, кĕрлеместĕр? Элле хуçи ятне пĕлмесре? N. Телейне пĕл те, Мускава кай. СТИК. Эс хăвăнне пĕл, çынне пĕлсе ан çӳре, сан ĕç çук кунта! Не твое дело, не в свое дело не суйся! Сред. Юм. Пĕлмен-илтмен çын мар вит. Небольно какой-нибудь незнакомый. IЬ. Пĕлмен-илтмен çынна епле хваттер ярас ăна? Как пустить на постой незнакомого человека? N. Ăна пĕлмесĕр суйларĕç. N. Пĕл те ан пĕл, ан пĕл те пĕл. Регули 340. Эп сантан пĕлнĕ полăп. Я притворюсь, что узнал от тебя. IЬ. 94. Вăл пырассине пĕлес çок. IЬ. Пĕлнĕ çĕрте илтĕм. IЬ. 211. Пĕлнĕ çынтан илтĕм. IЬ. 212. Пĕлнĕ çĕре патăм, пĕлнĕ çын патне патăм. IЬ. 1072. Эп кона он хотинчен (хотинченех, по походке) пĕлетĕп. IЬ. 1075. Эп кона пĕр старик попленинчен (поплесе кăтартнинчен) пĕлетĕп. IЬ. 114. Тыр сотассине вăл пĕлмест. Якейк. Ятлама та пĕлес çок. Собр. Этеме этем мĕн каламĕ, ăна турă пĕлсен анчах, теççĕ. (Послов.). N. † Выляма тухман хĕрсене карчăк тесе пĕл ăна, пĕл ăна. Юрк. Атя пухăва, унта пире пуху хăй пĕлнĕ пек (по своему усмотрению) уйăрса парĕ. N. Килтисем çинчен пĕлменни тăват ойăх ăшăнче. Уже четвертый месяц как нет известий из дома. Н. Карм. Эсир пĕлекен Е. М. Петров. (Конец письма). Орау. Урăх нимĕн те çырма пĕлместĕп. Больше писать нечего. В. С. Разум. КЧП. Апла эппин, эпĕ пĕлмен те. СТИК. Ыйтса пĕленçи пек тăват. Сред. Юм. Пайтах пĕлекен çын пик пĕленçи пôлса ларать тăта... Альш. Ку таврара Сĕвене Чĕмпĕртен пуçласа Пăва патне çитиччен пĕлеççĕ пĕлекен, еплине. N. Çырăва пĕлекеннисем пĕри те хăйсен законĕ кĕнеки «корансăр» çук. Байгул. † Пирĕн атте пĕлменни! Пĕлмен çĕре хĕр пачĕ. Баран. 15. Вилессе-юласса пĕлмесĕр Литвапала çапăçрăн. N. Ӳтне исе çитеретĕп, чунне — пĕлместĕп. Ыраш 78. Халĕ пĕлет, малалла карăмăр ĕнтĕ, нимле ĕç те хăрушлă мар тин, тет. || Замечать, узнавать. Ала 30. † Çак ял çулĕ вăрăм çул: çул вăрăмне пĕлмерĕмĕр, хĕр вăрăмне пĕлтĕмĕр. N. Эпĕ онăн ăсне пĕлем. Узнаю-ка я его намерение. Орау. Эсĕ, халь кайсан, мĕн пĕлмелле, эсĕ халь пĕчĕкçеç. || Быть знакомым (с кем). N. Эпĕр пĕр-пĕрне лайăх пĕлетпĕр. Мы хорошие знакомые. || Уметь. Пшкрт. Апла касса пĕлместĕп. Никит. Кăмписĕне хĕле те çиме пĕлĕтĕмĕрчĕ. Грибы-то мы сумели бы съесть и зимою. N. † Çĕлетиччен çĕлетессĕн сунмарăм, çĕлетсен тăхна (= тăхăна) пĕлмерĕм. Çутт. 143. Мĕнле килме пĕлтĕнех? Эсĕ килессе эпĕр тахçанах кĕтсе ларатпăр. Регули 87. Ĕçе тăвасса (ĕç тума) пĕлмест вăл. Альш. † Лайăх-лайăх хĕрсене тус тусаттăм, калаçа пĕлмесĕрех сивĕтрĕм. || Мочь. ЧС. Анне турăш умĕнче выртнине курсан, сак çине ӳкрĕм те, тăрата пĕлместĕп, уласа макратăп. N. Çисе тăрана пĕлми çын, ненасытная утроба. Ал. цв. 24. Хĕр чарăна пĕлми хуйха ӳкет. || Думать, принять, предполагать, признавать, считать. N. Пирĕн ача çак çурта курнă та, хула тесе пĕлнĕ. (Такмак). Кратк. расск. 19. Египетри пуçлăх пире: çĕр сăнаса çӳрекенсем, тесе пĕлчĕ; эпир апла çынсем маррине ахаль ĕненмерĕ вăл. Юрк. Чикан майри те хăй упăшки вырăнне, юнăшпа пĕлмесĕр, хура чăваша тытса чарнине курсан, хăнчен хăй вăтанса: эпĕ сана хам упăшкам-тăр, чикан-тăр, тесе пĕлсеттĕм, тет. N. Мĕншĕн апла тесе пĕлетĕр эсир? Ст. Чек. Пуян тесе пĕлеççĕ, считают его богатым. IЬ. Эс эп унта кайнă тесе пĕлетне-ха? || Утверждать. Канаш.р. Вĕсем: сана сута панă, тесе, пĕлеççĕ. Они утверждают, что тебя отдали под суд. Синерь. Старик каларĕ, тет: эй, кин, эсĕ тĕлĕкри пурăнăçа мĕн пĕлен, пустуй, пирĕн аш çук (что ты говоришь о снах, у нас мяса нет), терĕ, тет. || Разбирать, разбираться в чем. АПП. † Кунне те, çĕрне те пĕлместĕр çичĕ юта пĕлĕш тăвасшăн. || Догадываться, соображать. Сорм-Вар. Хĕрĕм, эпĕ эсĕ каланине пĕлеймерĕм. N. Эсĕ Хусана кайнă чух ман патна (= пата) кĕрсе тухасса пĕлмен иккен. Орау. Кăшт пĕлимарăм, капларах тумалаччи кăна? N. Хăвăр пĕлсе хăвăр пурăнăр. || Понять. Тогаево. Эпир вăл мĕн каланине пĕлмерĕмĕр. Ачач 102. Мĕн пĕлен пысăккисем калаçнине, тесе чарса лартрĕ амăшĕ. Шурăм-п. По-заводски хытланатпăр çав эпир, пирĕнне пĕлеймĕн, тесе калать, тет. || Проучить. Тип-Сирма. Чĕнмесĕр пынă хăни хăй ăшĕнче: тăхта-ха, каç пулсан, эпĕ сана пĕлĕп-ха (я тебя проучу), тесе каларĕ, тет. Рак. † Чăвăш-чăвăш чĕн пушă, пĕлĕпĕр эпир ут çине; кунтан усал пулсассăн, пĕлĕпĕр эпир евчине. || Чуять; чувствовать, осязать. Якейк. Эпĕр ĕнер нимне пĕлми ĕçнĕ. Мы вчера напились до бесчувствия. Хăр. Паль. 21. Пĕрре вăл, Ваçук, пĕлмиех ĕçсе ӳсĕрĕлнĕ. Хора-к. † Çак ял вăрмань çырлаллă; çакă ялăн хĕрĕсен, çырла ăшшăнь (= тюрк. ӳчӳн, из-за) çӳресе... Çĕнтерчĕ 6. Эпĕ кăчăртатнине пĕлместĕп. Янтик. Темĕскерле ал ман, хăй çине хĕртнĕ тимĕр хурсан та пĕлмест. П. Патт. 21. Ку ним пĕлмиччен хĕпĕртесе кайнă. N. Урана та пĕлекен пултăм. Стал чувствовать, что у меня есть нога. ЧС. Эпĕ пĕр юман котне лартăм та, йĕме те пĕлместĕп, хам хытса кайнă. N. Тулта çӳренĕ чухне вăсем (дети) хырăм выçнине те пĕлмеççĕ. || Обонять. Янтик. Ну, кунта пит шăрш килет. — Çук, эп кунта ним шăрш та пĕлмесп (или: мана ним шăрш килмес-çке). IЬ. Малтан килсенех темскер шăрши пур пекчĕ сирĕн патăрта, халь, те иленнĕрен, сăмса ним те пĕлмес, те ахаль пĕлми пулчĕ. || Предвидеть. N. † Урхамахсем сĕлĕ çияççĕ, шăлĕсем шанасса пĕлмеççĕ (не знают, что набьют оскомину). || Обращать внимание. Тим.-к. Çиленнине мĕн пĕлен, что обращать внимание на то, что сердится. || Употребл. в чувашизмах. Сред. Юм. Сан çиç пôль ача, пĕлнĕ хăй ачипе, тем тăваттăм пôль эп сан ачупа. IЬ. Пĕлнĕ пĕр хăй аппăшĕпе. СПВВ. Х. Пĕле пĕлсен апла тумăттăм. Уфим. Е хăйсем курсан, мĕн тăва пĕлĕн? А что ты будешь делать, если они тебя увидят? Юрк. Пур япалисене («добро») те тиесе пĕтерсен, пӳртрисем те туй халăхĕсене валли пăтă пĕçерсе, сĕтел çине лартса, туй халăхĕсене тăраначчен çитерсе, пит хытă ĕçтерессе пĕлеççĕ (знай угощают, знай напаивают). IЬ. Сиессе кăна пĕл! Знай себе ешь! IЬ. Çук çын хăйĕн начар лашипе суха сухалат. Лаши, вăйсăрскер, сухине кăшт туртсанах, ялан чарăнасса пĕлет (только и знает, что останавливается; то и дело останавливается). IЬ. Мĕшĕн эсĕ япла-капла куллен-кун эрех ĕçсе ӳсĕр çӳретĕн? Епле пĕртте чарăна пĕлместĕн? (Как это ты не можешь бросить пить?). СТИК. Киличчен — килмес, килсен — туха пĕлмес. (Куç умĕнчен кая пĕлмерĕ). Эти фразы выражают недовольство говорящего тем, что кто-то постоянно вертится на глазах или надоедает постоянными посещениями. IЬ. Начар çын тытăнсан, ĕç пула пĕлмес. Если примется за дело плохой человек, то дело не идет на лад. N. Мĕн тăва пĕлес манн? Что мне делать? Янш.-Норв. Çавăнтан кайран çав Селуха карчăк пичче патне мар, ахаль чухне те килесси-тăвасси пулмарĕ, унччен пирĕн патăртан тухма та пĕлмесчĕ (безвыходно жила у нас). М. Шигаево. Пирĕн вăрман питĕ пысăк: кĕрсе кайсассăн, çĕтсе каймала, тохма та пĕлес çок (и не выберешься из него). N. Эс кайсан, ман ни ана çинче тăрас килмес, ни каç пула пĕлмес (ждешь, не дождешься, когда настанет вечер). N. Ку лачака пĕртте типе пĕлмерĕ. Это болото так и не высыхало? Сред. Юм. Çăмăр иртсе кая пĕлмерĕ паян. Сегодня весь день не перестает дождь. IЬ. Пукени пик пуçтарса яр сана, ху ним те тăва пĕлместĕн! Наряжай тебя, как куколку, сама ничего не умеешь делать! N. Пĕле пĕлсен, çаврака ухмахĕ эпĕ марччĕ: вĕсем хăйсем нимĕскер те пĕлмеççĕ. N. Ылттăн мерчен çĕррине хăй еркĕнне панине курсан, патша тĕлĕнет; пĕлсен, пĕлми çиленет...

пĕлĕм

блин (русск.). СПВВ. Тюрл. Эй ваттисем (покойники)! Эпир паян сире асăнатпăр: эсир пире çиленнĕ пулсан, каçарса çак пĕлĕме çисе ярăр, теççĕ. (Çемик). Ст. Чек. Пĕлĕм — блин из ржаной муки с примесью яровой (из кислого теста). Изамб. Т. Пĕлĕм — тонкие блины из гречневой муки, не квашенной. Сред. Юм. Çăмăр пит çунипе çĕр пĕлĕм пик пôлса кайнă.

пĕр

(пэ̆р), один. Сёт-к. Пĕр пукане хĕрĕх хут кĕпе тăхăнать. (Купăста). N. Пĕр кун каймалăх çĕр пулсан, çичĕ кунлăх çăкăр ил, тенĕ. (Послов.). Икково. Мана çак пĕр сорăха (эту одну овцу) пачĕç. КС. Пĕр çăварти çăккăра çиса пурăнтăмăр. (Так говорят о дружной жизни). Орау. Вăсам пĕр çăвартан çăккăр çиса пурăнаççĕ (живут дружно), тиççĕ. Альш. Пĕр вырăнта тăра пĕлмен çын, бойкий, непоседа. Регули 603. Пĕр сăхман поставран ĕçленине (тунине) патăм. IЬ. 916. Пĕр румккă (þумккă эреке) патăм она. Образцы. Пĕрчĕ-пĕрчĕ мерченне пĕр пус парса суйларăм: Изамб. Т. Акă тырă пулманни пĕр хĕн (одна беда), вăрман инçи тата хĕн (опять беда). В. С. Разум. КЧП. Эпĕ пĕр пашалу илсе тухрăм. Я вынес одну лепешку. Альш. † Вуникĕ хĕр, пĕр купăс (скрипка), янăра-çке пĕр сасă (в один голос). Сред. Юм. Пĕр çăварлăх çăкăр, маленький кусок хлеба. IЬ. Пĕр ала (сито, решето) алларăм тессине: пĕр аллăм алларăм, теççĕ. || Один (а не несколько). Собр. Тырă вырса пĕтерсен, ват карчăксем пур çурлана пĕр çĕре тытса, пуç урлă утаççĕ. N. † Вăрмана кайрăм — каç турăм, вуникĕ çулçа пĕр турăм. Орау. Симун вăл Куçмипе пĕр амаранни (от одной матери) вăт. Ст. Шаймурз. † Çырайĕ-ши турă, çыраймĕ-ши, пĕр минтер çине пуçа хумашкăн. N. Ку кĕллисене пĕтерсессĕн, вара пур кĕллине те пĕр çĕре тăваççĕ, вăсене вара кăвакалпа тăваççĕ. N. Пĕр кутăм, пĕр пуçăм. Я одинок (мне тужить не о чем). Сред. Юм. Пĕр пуç, пĕр кот, ниçта кайсан та никам канçĕрлемес. Одинок, куда ни пойду, никто не помешает. N. Пĕр вуннăшне парăр. Дайте мне одну десятишницу (10 руб.). Другой смысл: дайте мне рублей десять, рублей с десять. N. Ултă утăмран пĕр, на каждых пяти саженях. || Один из двух. N. Пĕр çтенаран тепĕр çтенана çитичченех хăма хунă, хăми пуçĕсем кĕмелĕх ыра тунă. || Одна вещь. Календ. 1904. Вăл пĕр пур — хамăр ĕçлеме пĕлменни, пурăнма пĕлменни – тепĕре. Это одно, а... || Один раз, разок. Альш. † Пĕр çӳле пăх, çĕре пăх: савсан пирĕн çие пăх. N. Пĕр çапăп та, пĕр ӳкерĕп. Дам раз и сразу сшибу с ног! (Угроза). N. Ача ку карчăка каланă: мĕн ĕçлен мăн акка? тет. Ку карчăк калат: апла каламан пулсан, пĕр хыпăтăм, пĕр çăтăтăм (сразу схватила бы ртом и сразу бы проглотила), тет. N. Е салам-аликĕм, асанне, темен пулсан, пĕр çăтăтăм, пĕр хыпăтăм (говорит старуха). N. Эсĕ мана авантарах хулă пар-ха, эпĕ ăна пĕр хĕртем (постегаю). N. † Атьăр, тăвансем, эпир те аллăмăра хут тытар та, хут вулар, çанталăк çуттине пĕр (разок, хоть немножко) курар. Пазух. † Шĕшкĕ вутти хутар-и, пĕр (еще разок) ăшăнса ларар-и? (Вставка; приглашает погреться: с удовольствием погреемся). Рак. † Хĕрлĕ чие ларат хĕрелсе, каçса пĕр татăттăм (разок), каçми çук. || Некий (иногда соответствует неопред. члену). Рак. Çав пӳртре пĕр чипер. (Турăш). В этой избе нечто красивое. (Икона). Собр. Пĕр япала (некая вещь) пĕтĕм япалана тиркемест, пĕр шĕвĕ япалана тиркет. (Кăвар). Урмой. Ивансем киле тавăраннă чух, пĕр хăйă çути курăнат, тет (увидали свет в избе). Изамб. Т. Пĕр вырсарникун, однажды, в воскресный день. Орау. Пур пирн пĕр ял йытти, çавна çиса ларап-ха, ĕнертенпе те киле килмер ĕнт (говорит жена о муже). IЬ. Пĕр мурĕ (один чорт, напр. жена ругает мужа) паян киле те килсе пернмерĕ ĕнт. || Выражает противоположность. Якейк. Пĕри пĕр япалая (один любит одно), тепри тепĕр япалая йоратать. || Раз (союз). Орау. Пĕр çынтан тепĕр çынна ленксен, час тупаймастăн вăл япалана, пĕр парса ярсан. N. Вилнĕ çыннăн, хăй пĕр лăпланнăскерĕн (раз он умер), асăмлăхĕ те лăплантăр. N. Пĕр килнĕ чухне курса тухас. Раз пришел, так уж кстати надо зайти и повидаться. Юрк. Санăн ĕçме кирлĕ марччĕ, пăрахас пулатчĕ. Ачу-пăчусем нумай, арăму пур, пĕр шухăшласан (если серьезно обдумать), манăн ăсăмпа пулсан, эсĕ кăлăхах эçетĕн. N. Пĕр вĕреннĕ япала хăй енеллех туртать. К чему (раз) привык, к тому и тянет. Кильд. Эпир час килес çук пĕр кайсассăн. Раз пойдешь, так придешь нескоро. Значенне чув. «пĕр» с русск. «раз» одинаковое. Мусир. † Çинçе çырма, юхăм шыв, сиксе каçса пулмарĕ, пĕр турă-ях çырнинчен иртсе кайса пулмарĕ. (Здесь возможно двоякое толкование: или «пĕр» песенная вставка, или же оно употреблено в смысле «раз»). Орау. Лашана пĕр куçран çухатсан (если уж потеряешь), тупаймастăн вара унта. АПП. † Çӳренĕ пĕр чухне (пока гуляешь) юрласа çӳре. || Случайно. Шурăм-п. Пĕр ăçтан та пулин укçа тупсассăн, ана ĕçсе пĕтермесĕр лăпланмаççĕ. | Целый. Орау. Ман кумпек (= кун пек) юрăсем пĕр тетрать. У меня этаких песен целая тетрадь. IЬ. Сĕт нуммай, пĕр чӳлмек. Пĕр чӳлмек сĕт исе килчĕ. Икĕ чӳлмек сĕт (целых две крынки молока) исе килчĕ. Сёт-к. † Ĕлĕкхи тантăш çор çона, эпĕр хамăр пĕр çона. (Çăварни юрри). СТИК. Пĕр арпус пуçтарса хутăм-ха. Съел один арбуз (в др. гов. — «съел целый арбуз»). N. Пĕр ĕмĕр порнчĕ. Пробыл где-нибудь очень долго, хотя обещал скоро вернуться. N. Çак пĕр уйăх хушшинче ерçӳсĕр пулса нимпе те писме (= çыру) çыраймарăм. Çутт. 81. Ниçта пусма вырăн çукчĕ. Ура пĕр шит (на целую четверть) путатчĕ. || Единый. Т. V. 29. || Единодушный, согласный. Ст. Ганьк. † Ик килĕнтеш пĕр пусан, кил илемне çав кӳрет. (Пĕр пусан = килĕшӳлĕ, вăрçмасăр пурăнсан). || Один только, единственный (каких больше нет), самый первейший. Юрк. Хăйсем ялĕнче пĕр пуян пулса пурăннă (единственный, первейший богач). N. Тата калаççĕ: пĕр ĕнее те каснана илеççĕ, тесе. N. Тата хăшĕ-хăшĕ чăпăркка-туясем илчĕç те, суха-пуçне тавăрса пĕр аçапа амаран пĕрех хĕр çуралнă хĕре тыттарчĕç. N. Тата пĕр ывăлсана хуса карĕç. Орау. Пĕр ывăл ачаш пулать вăл. Собр. † Плуштух кленчи халь аллăмра, савнă пĕр тăванăм умăмра. Ст. Шаймурз. † Ĕнтĕ пĕр тăванăмсем, пĕр чунăмсем, сирĕнпеле пĕрле пурăннине ĕмĕр манмăп тенĕ çĕрсем пур. Алших. Пĕр пуçран икĕ пуçлă тăвас, терĕ, икĕ куçран тăватă куç тăвас, терĕ (вздумал жениться). N. † Ялта пĕр (первейшая) хĕр пулăттăм, ăратнерен тухмăттăм (все время была бы в кругу своих родных). Сред. Юм. Уçса пăхать, тет, виççĕ-мĕш пӳлĕмне — ларать, тет, тĕнчере пĕр илемлĕ хĕр сăнчăрта. Ск. и пред. 13. Унăн ашшĕ Уланки ял пуçĕ те, пĕр пуян, паттăрăн пек кĕлетки çӳренĕ, тет, пĕр капан (как целый стог). N. † Сар кăшăллă витре — пĕр витре (первейшее ведро): кĕтейĕ-ши пире пĕр хитре? N. Алăксене тапрăм — уçăлчĕ, шыв çинчи пĕр (количество) чечек (единственный, или же песенная вставка) çутăлчĕ. Кан. Пĕчĕкçĕ пĕр кантăксене пăрахса, алăк пек пысăк кантăксем касаççĕ. Перестали делать в избах по одному оконцу, начали вырубать большие окна, величиною с дверь. Шарбаш. Ай, пичи Михали, пĕр арăмпе мухтанать! (хвалится одной женой, кроме которой у него ничего нет; по другому толкованию — постоянно хвалится). N. Пĕр ывăла (единственного сына) та илмелле (в солдаты). Рак. И эпирччĕ, эпирччĕ, эпир вуниккĕн пĕр хĕрччĕ; пĕр хăма çине пухăнтăмăр, çутăличчен салантăмăр. (Çăлтăр. Одни объясняют: «нас было двенадцать, и все мы были девицы»; другие понимают в смысле: «нас было двенадцать, и все мы составляли созвездие». Послед. толкование сомн.). Ала 95°. Пĕр кăшкар-ути çисен те (хотя питался лишь одним щавелем)... || Единственно (только). Сред. Юм. Ыттисем — ывăлсĕм, хĕр пĕр эп çиç. Остальные все братья, и одна лишь я — сестра. Ала 95°. Хирте вара вăл пĕр пăрçа çикелесе вăхăтне иртеркелесе анчах çӳренĕ. Альш. Кĕвĕсене каланă чух, сăмахĕсене кашни çĕрех пĕр пĕлнисене калаççĕ: хăшĕ аса килет, хăшне вăхăтне кура калама меллĕ, çавна. || В этом смысле иногда соединяется с наречием анчах. Истор. Вырăссем тутарсенчен пĕр парнесем парса анчах хăтăлайман, тата вĕсене çуллен куланай тӳлесе тăмалла пулнă. ППТ. Атьăр часрах! Вĕçсе кайăттăм та пĕр анчах (так!), çунат çук! || Один и тот же. Собр. Çулла та пĕр, хĕлле те пĕр. (Чăрăш). Артюшк. Эпир унпа пĕр ваконта карăмăр (килтĕмĕр). Баран. 192. Шухăшсем пурийĕн те пĕре килнĕ. || То (—то). N. Хăй хăранипе пĕр малалла, пĕр каялла пăхкаласа пырат, тет. Микушк. Пĕр пуççапат, пĕр тăрат. (Тараса). N. Вĕсем çак тĕлĕнмелле ĕçрен пĕр хăраса, пĕр савăнса çав çĕре иккĕшĕ пĕрле ирттернĕ: N. † Шурă хĕлĕхрен вĕрен яваççĕ: ĕнтĕ пĕр яваççĕ, пĕр сӳтеççĕ. Сборн. по мед. Вăл чир ерри-еррипе арасланать: пĕр йывăрланса, пĕр çăмăлланса темиçе çула пырать. Ёрдово. † Пиçнĕ çырла сăнăм пор: пĕр хоралать-и, пĕр шоралать-и, той илемне çав кӳрет. || Приблизительно. N. Пĕр вунулт-вунçич çулхи хĕрачесем, арçын ачасем... Юрк. Мĕн пурĕ пĕр аллă кĕнеке ытла. N. Ăна уншăн пĕр çирĕм пилĕк çăмарта параççĕ. Ст. Айб. Тата пĕр çĕр тенкĕ пар-ха тырă илме. N. Хăйсене пĕр вунăшар е çирĕмшер пус парсан, тин чармаççĕ. N. Вĕсем каллех çапла пĕрер вунăшар е çирĕмшер пус илсен, часах салтса параççĕ (веревку). О сохр. здор. Пĕр виç кун хушши, в течение трех дней. || Настоящий. N. Çуртра пĕр арçын анчах, вăл та пулин хулара тарçăра пурăнать. Çиме çитменни пĕр инкек. || Одинаковый; одинаково. N. Çынпа çын пĕр мар. Ст. Шаймурз. Манăн пӳрт пур, унăн кĕтессисем пĕр мар. (Вăл пулĕ алă пурнисем). Ст. Айб. Ĕмĕр пĕр килмест, теççĕ. Жизнь течет не гладко. (Послов.). Образцы. Ай-хай уйăх та пĕр, хĕвел те пĕр, вĕсен çутти мĕншĕн тĕрлĕ-ши? IЬ. Тăван эсĕ те пĕр, эпĕ те пĕр (мы с тобой одинаковы), пирĕн телей мĕншĕн тĕрлĕ-ши? IЬ. Улăм ури улт ура, улттăшĕ те пĕр ура (одинаковые). IЬ. Икĕшин сасси пĕр килет. Оба (журавль и журавлиха) кричат враз. Кама 52. Пуринчен те пĕр илме май килмест, мĕншĕн тесен пурин те пурлăхĕ пĕр пек мар. N. Саншăн пур çын та пĕрех. Для тебя все люди одинаковы. N. Кам чунĕ сан чунпа пĕр килет. || Каждый. N. Илтекенĕ пĕр ырăлатчĕ мана, кураканĕ пĕр мухтатчĕ. Юрк. Ăна курнă пĕр çын: ун пек ачасем пурăнмаççĕ, теççĕ. Ст. Чек. Кама хисеп (счёт) çитнине пĕр çапаççĕ. СВТ. Пĕчĕк ачасем, хулĕсене касман пулсан, шатра чирĕпе чирлесессĕн, чирлени пĕр (каждый, кто) вилеççĕ. IЬ. Хулне кассассăн кайран ачанăн кĕпине кунне пĕр (ежедневно) улăштарма кирлĕ. Альш. † Калаçнă пĕр сăмахсем вырăнлă пулсан, шет (может быть) калаçса пулмĕ-ши сăмах-сене? Бур. Ай-хай, тăванăмсем, пĕр чунăмсем, сирĕн пĕр сăмахăрсем (каждое ваше слово) пин ылттăн. Истор. Мĕн куçа курăнакан çынна пĕр чиксе пăрахнă. Туй. Хĕрĕ (невеста) те кама хирĕç пулать, кураканне пĕр асăнса йĕрет. Кого ни увидит, того и называет по имени и плачет. || Всё. N. Лаша пĕртте çăтмас, янине пĕр (все влитое) юхтарса кăларать (лекарство). || В одинаковом количестве. Эпир. çур. çĕршыв 23. Арçынпа хĕрарăм пирĕн вулăсра пĕр йышлах (в равном количестве). || Постоянно. N. Çап-çутă хĕвел пăхать: ăшă парса савăнса, йăл-йăл кулса пĕр тăрать. Ст. Шаймурз. † Çак тăвансемпе пĕр тăрсан, сисмĕп эп ĕмĕр иртнине. || Никакой. N. Санăн патшалăхунта пĕр сылăм та, пĕр çăмăр та çумĕ. Ашшĕ-амăшĕ. Кил-çурта пăхса тăма пĕр вăй та çук ĕнтĕ (совсем нет сил). Никит. Выльăхсем валли пĕр апат та (никакого корма) юлмарĕ (в засуху). || В отрицат. оборотах: ничего не ..., вовсе не ..., совершенно не... N. Урапа çинчен тепле аннă, хам пĕр (ничего) пĕлместĕп, тет. N. Асран пĕр кайми хĕрсем. N. Пĕр йор та çок. N. Авă саранча, шăрчăк, хăш-хăш çул тырра пĕр хăвармиччен çисе ярать. СТИК. Пĕр сасă-чĕвĕсĕрех епле каян унта. Как пойдешь без зову (на свадьбу). N. † Пĕр çук çĕртен (без всякого основания) çын çисен, çав çунтарать чĕрене. N. † Пичен йăмăк полаччен, хăрăк тонката полас мĕн, пĕр чĕнмесĕр (молча, без звука) ларас мĕн. (Хĕр йĕрри). Пахча çим. 3. Унта пĕр çил çуккипе хĕвелпе пахча çимĕçĕ пĕтсе ларать (погибают). Юрк. Леш, çывăрса лараканскер, ку мĕн каланине илтмесĕр, пĕр чĕнмесĕр çывăрса ларат. Толст. Çапла йытă пĕр нимĕнсĕрех тăрса юлчĕ (осталась ни с чем), тет. ХЛБ. Анчах ĕçе пит тĕплĕ, пĕр васкамасăр (нисколько не торопясь) тăвас пулать. Дик. леб. 34. Унăн сăнĕ, ĕлĕк илемлĕскер, халĕ хуп-хура, пĕр илемсĕр. Кильд. † Пĕр (ни разу) анмăтăм эпĕ шыв хĕрне, юрататăп шывăн сассине. Баран. 122. Пĕр кирлĕ мар чух, когда нет никакой надобности. || Какой-то. Ск. и пред. 46. Çурса пĕтернĕ кĕпи вырăнне пĕр хураскерне тăхăнса та янă. Якейк., Хора-к. † Пирн Йăванĕ туракĕ ял ятне те каламаþ, хĕр ятне те каламар, вырăс ялĕ поль тесе, маþа хĕрĕ поль тесе, пĕр хораскер-лотраскер, çак ял хăтне ярнăскер, пирн ял хăтне кӳрес çок. Орау. Пĕр тутаþ (т. е. тутарĕ) тем хăтланать унта, пăх-ха. IЬ. Пĕр мурĕ кунта епретсе хăварнă (испражнился жидким). || Какой-нибудь. Орау. Пĕр усалĕ çаклатса туртин (турδиын')!.. А вдруг, если какой-нибудь негодяй зацепит и отдернет задвижку!.. N. Килте пĕр япалине пăхсан та савăнмалли çук. || Во-первых. Ашшĕ-амăшĕ. Пĕр, вăл ĕнер, вырăнсăр сăмахсем калаçнăшăн, ӳкĕннĕ, ытларах тата Лисахвине вăл (он) хĕрĕнкĕ чухне чĕрене çемçетмелле сăмахсем каламаншĕн çиленнĕ. || С одной стороны. Изамб. Т. Çитменни пĕр хуплат, тата кин: ĕçлеместĕн, тесе, пĕр вăрçат. || Иногда употребл. в смысле «замечательно». Орау. || Иногда является как бы вставкой и не переводится. П. Пинерь. † Вăрман хĕрри каюлă, пĕр ярса утсем транас çук. Кильд. † Пĕр çавăрса илсе пĕр юрлăтăм. Н. Карм. † Кăçалхи пĕр ута, ай, çуласси; çулассинчен питĕрех пухасси. Çак тăвансене пĕр курасси; курассинчен питĕрех уйрăласси. Шибач. † Лаши пĕр йортать, поçне пĕр утать, вăрăм пĕр çолне çитесшĕн. N. † Ах, аннеçĕм, анне, пĕр çуратрăн, ӳстертĕн, пама вырăн тупмарăн. Турх. Ăшра мĕн пуррине каласассăн, пĕр хурланнă чунăм пĕр ĕсĕклĕ (будет всхлипывать). АПП. Ямшăксенĕн пуши — вăрăм пушă, пĕр çавăрса çапасси час пулмасть. Баран. 54. Çитнĕ ялта пĕр Тарас çавăн пек пумилкке туса хăварнă. IЬ. 130. Хăш та хăш чул ытла та нумай пулать; пĕр хăйсенченех тусем, сăртсем пулса тăраççĕ. Абыз. † Килях та пĕр, ывлăм, темерĕ (дуб). N. † Вуник пĕр юман пĕр кутра, турачсемĕр хăй майлă, çулчисемĕр çил майлă. Сунчел. † Кашăк аврисене сăрлама вуниккĕ пĕр мăскал сăр кирлĕ. N. Кĕмĕлтен çĕрĕ хывтартăм, вуникĕ пĕр кĕмĕл укçаран. Образцы 59. Курки аврисене сăр сарлама вуникĕ пĕр тĕслĕ сăр кирлĕ (12 разных красок). N. † Хурăн пĕр айĕнче ик сулă: пĕри ылттăн, пĕри кĕмĕл. Альш. Хамăр пуçа шухăшсем ӳксессĕн, авăнтăмăр хура çĕлен пек, хуçăлтăмăр çĕмĕрт пĕр туя пек. IЬ. Аврăлă куркан аври ылттăн, çавра пĕр куркан тĕпĕ ылттăн. (Здесь можно понять и в см. «единственный»). N. Вуникĕ чĕкеç пĕр кашта (заняли весь шест), юрласа пĕр юрри пĕтмерĕ. Пазух. Сĕтелĕрсем çинчи сĕтел çитти, утмăл та пĕр çитмĕл те, ай, çӳçи пур. Шел. 7. Ылттăнăм та çук ман, кĕмĕлĕм çук, пĕр Мускавран килнĕ те мулăм çук. (Можно понять и в смысле: «ни одного»). Юрк. † Эпир çак тăвансемпе пĕрле пусан, калаçса пĕр сăмахăмсем пĕтме-çке. Альш. † Сатраях та çырла пиçет-çке, тĕрлĕрен пĕр курăкпа варшăнса. Собр. † Ларсам, ларсам, тиеççĕ. Хăш-пĕр енчен ларам-ши? (Здесь можно понимать и как «хăш-хăш», который). || Альш. Пĕр шӳтле вăл (одна комедия), хĕри-пăраç ĕçки. || Выражает любовное отношение. С. Тим. † Икĕ пӳртçĕм, пĕр пӳртçĕм, йĕри-тавра тĕкмеçĕм. Тайба-Т. † Ĕнтĕ хирте тăман çăвать-ĕçке, ял хушшисем те пĕр епле-ши? Янтик. Çаранăн та пуçĕ çырлалăх, çырлалăх, лартăр пĕр Питрав çитиччен: Ачач 110. Килте пĕр аннене каласа парап ĕнтĕ, тесе малтанах шутласа хурать. || Вплоть до. N. † Мамăк минтер, тĕк тӳшек: пĕччен ан вырт, иккĕн вырт. Пĕрех пĕччен (в одиночку) выртсассăн, пĕр вилеччен ӳкĕнĕн.

пĕрех

(пĕр + усилит. част. ех), один только. Вĕлле хурчĕ. 11. Пĕр çулхине çапла ман пахчара улма йывăççи чечеки тăкăнсан, пĕрех кунта, хам сисеччен, тăватă вĕллери хуртсене вĕлерсе пылне çаратса кайрĕç. Чт. по пчел. Хăш чухне эпĕ пĕрех кунта пилĕк сехет те ĕçлетĕп. N. Хăшĕ тепĕр чухне пĕрех каçра çич-сакăр тенкĕ ĕçсе яраççĕ, усси пуçа ыраттарнинчен урăх нимĕн те çук. Альш. Пуп ачана мĕнле ят хунă, çав юранă. Çавăнпа чăвашăн пĕрех килте пĕр ятлă çын темиçе. N. † Ах, тантăшçăм, тетĕп, пĕрех чунçăм. М. Васильев. Эп мĕн порĕ те онта пĕрех кайса корнă, и то пĕчиккĕ чох анчах. N. Утасра (назв. местности) пĕрех çын вили выртат. || Одно и то же, одинаково, все равно. СЧЧ. Капла чӳк тунипе чӳк туманни пĕрех, луччĕ вуç чӳк тăвас мар, терĕçĕ. Дик. леб. Кĕнеке çине пăхса та, пăхмасăр та пĕрех вуланă. Кан. Пирĕн ялăнпа пĕрех, нумай пусăллă уйсем туса хăвараççĕ. || Постоянно. Çĕнтĕрчĕ 14. Манпала пĕрех аван пулсан, сире кĕрпе-çăнăх мĕн чухлĕ кирлĕ, çавăн чухлĕ парăттăм. || Почти. N. Халĕ эпĕр сирĕн Павĕлпеле пĕрле курса пуплетпĕр кашни конпа пĕрех. Кан. Пур çĕртепе пĕрех шыв тăрать. Ачач 11. Çапах та, йăвăç пахчисем кашни килĕнпе пĕрех. Шурăм-п. Амăшĕ увăн патĕнчен уйăрăлманпа пĕрех. Изамб. Т. Кантăра шывран кăларсан ĕç вара пĕтнĕпе пĕрех. Юрк. † Çак киле те килтĕм, мĕн куртăм? Пĕрех хам çĕклейми чыс куртăм. || Вдруг, неожиданно, сразу. Собр. Хай вупăр (ведьма) кушак пулчĕ, тет те, куçран пĕрех çухалчĕ, тет. Качал. Ку ăна апла калакансене пĕрех хăрах хултан тытса утать, тит. Янбулат. Ачийĕ (парень) пĕрех пачĕ ричакпа, карчăк анраса карĕ. IЬ. Эсĕ вара пĕрех çап она (чтобы убить его). Якейк. Илле кăçкăрса килнĕ чох пирн Элексантăр пĕрех хыçала таратчĕ кăмака çинче (прятался назад на печке).

пĕринче

(-џ̌э), однажды. Сред. Юм. Пĕринче эпир иксĕмĕр карăмăр та, манпа çôл тăрăшпех йăмахласа пычĕ. IЬ. Пĕринче вăн виççĕш те пôсран (с поля) ĕçрен таврăннă чохне хуса çитет, тет, пĕр вăйлă çавра çил. Кан. Пĕринче З ялăн повесткисене пĕр çĕре манса хăварнă. N. Çак пахчана пĕринче тилĕ пырса тухнă мĕн. Оказывается, в этом саду однажды побывала лисица. М. Васильев. Çак пĕринче Марьене çорма çĕртех тăратса кларса ярать çăл котне.

пĕр манер

однотипный, однообразный. Синьял. † Хĕреслĕ тенкĕ пĕр манер, çакма майне пĕлмерĕм; çак ял ачисем пĕр манер, пупле майне пĕлмерĕм.

пĕрешкел

одинаковый. СПВВ. Х. Пĕрешкел вĕтĕ-шакă ачасем. Сёт-к. Вĕсен хаксем пĕрешкеллех. Аннипа Маþокăн тоттăрисам прешкелех (одинаковы), теме пăхсан та уйăрас çок. Анчăк-к. † Çак ялăн хĕрĕсем пурте пĕрешкел яштака.

пĕрĕхтер

понуд. ф. от гл. пĕрĕх. Турх. Аттем! Аттем! Çак тĕнче хăйне юнпа пĕрĕхтерчĕ. КС. Тутапа шыва пĕрĕхтереççĕ. Ерк. Силемпийĕ сивĕнсе пĕрĕхтерсе калаçать. ЧС. Çапла пирĕн ял нумайччен çунса тăрса ют ялсенчен виç-тăватă насус кустарса çитрĕç те, вутă (çулăмĕ) çинелле пĕрĕхтереççĕ анчах. || Бежать очень быстро. СПВВ. Капк. Хваттернелле пĕрĕхтерчĕ кăна. Кан. Лашасем сăмси шăтăкĕсене карса пăрахса, пĕрехтерчĕç кĕрхи çул тăрăх. || Ехать быстро. Кан. Ах, вăл виçĕ лашапа лапра пĕрĕхтерсе çурет. Зап. ВНО. Пĕрĕхтерсе пырать, едет быстро. IЬ. Пĕрĕхтерсе пырас, одно и то же, что и «мăкăрлантарса пырас». Ачач 31. Кай енчен пĕр лайăх пар пĕрĕхтерсе килет. Лашисем çутă тимĕр-кăваксем, тытса чармалла мар, — çунатлă пекех явăнаççĕ. Сред. Юм. Пĕрĕхтерсе те тохрĕ. Вылетел. || Болтать. Якейк. Мĕн пустой пĕрĕхтерен, ĕç çок-и мĕн?

пĕсĕн

сжиматься; встреч. в сложении н самостоятельно. Конст. чăв. Кунта сире, хăвăр пурăнса курна (на месте, где вы обжились) çĕршывра, калаçма аван, эсир никамран та хăрамастăр та, шикленместĕр те, эпĕ калаçасса та хĕсĕнсе-пĕсĕнсе анчах калаçатăп. N. Малтанах çак, шкула нумайлăха пурăнма пыракан ачасем çапла, выçăлă-тутăлă тенĕ пек, хĕсĕнсе-пĕсĕнсе кăна пурăнатчĕç (жили очень экономно, лишая себя во всем).

пĕт

(пэ̆т), кончиться, закончиться. Шел. 108. Каласа пĕтет-и халĕ, пичче? Регули 1224. Ку эрне пĕтнĕ çĕре килет. Приедет к концу этой недели. Кан. Сăра савăчĕ октябĕр уйăхĕ пĕтнĕ çĕрелле ĕçлеме те пуçлать. Юрк. Ирхи çилпелен, каçхи сулхăнпалан тунă-пĕтнĕ çĕршыва çитесчĕ. N. Чернушка пĕтес çĕрте пĕр арман пĕви пур. || Приходить к концу N. Ĕçме-çиме пĕтсе килет ĕнтĕ. Изамб. Т. Ыраш çиме пĕтсен, эпĕ Илчене ыраш кайса шырама хушрăм. N. † Улăхрăм çӳлĕ ту çине, çапрăм-салатрăм чăн мерчен, пуçтартăм-пуçтартăм-пĕтмерĕ, çип çине тиртĕм — çитмерĕ. || Выходить, выйти в расход. Альш. Ара хай ватă шуйттан пĕççи пĕтнĕ-и мĕн сирĕн (разве уже вся вышла)? Якейк. Сакă яла килмесĕр сана валли хĕр пĕтни? Торай-к. † И, вупкăн кĕрӳшĕ, çак таранччен килмесен, сана вали хĕр пĕтри. Икково. † Манран савни сивĕнчĕ, сар ача пĕтнĕн тойăнчĕ. (Гов. девица). Чураль-к. Кăмака çинчи сарă çыв (= çăв) ирлимас-çке, пĕтимас-çке хамăр ялти сар варлийĕ мансăр пурнăç пурнимас-çке. || Высохнуть. N. Ĕç çинче Герасимовкă çыннисем пуссисенче шыв пĕтех пуçларĕ. || Очищаться. О сохр. здор. Тирĕнчен (шкура) чир кайран та час пĕтмест. IЬ. Кирек мĕнле ерекен чир те тумтир çумăнчен пĕтет вара. || Исчезнуть из вида, пропасть. N. Çаксем ачасене курсан, тăруках пĕтсе ларчĕç (исчезли из вида, пропали), тет. || Орау. Темскер сасă пĕтрĕ-ха. Кан. Анчах ярт-ярт вăййи пĕтмеллипех пĕтрĕ, тесе, кулянмалли çук. Ишек. Вара вăл çыннăн пӳрчĕ ахалех пĕтнĕ вара. || Погибнуть. Кан. Ку ача-пăчапа пĕтес пулать, тырă вырма та чарать. Баран. 47. Тата кăшт тăнă пулсан, пĕтнĕччĕ ĕнтĕ (я погиб бы). N. Палуми пĕтрĕ. Яблоки (цвет) погибли. N. Тĕнче, мĕншĕн пĕтми пек мăн кăмăллă тăратăн? Истор. Çывăхри халăх, Дон патĕнче вăрçнă чух, пит пĕтнĕ те, çавăнпа çывăхран пуçтарма туман. Альш. Эй, пĕтнĕ чун, çаплах вăрçасшăн. Шăна чир. сар. 22. Нумай хуласенче шăнасем пĕтĕмпех пĕтни те пур. Юрк. Ăна (лошадь): пĕттĕр, тесе, арăмĕ пĕр эрне çитермесĕр, ĕçтермесĕр тăнă. IЬ. Çӳллĕ çĕртен ӳкнĕскер çавăнтах пĕтет. N. Пĕтесскер, пĕтменскер, брань. N. Пĕтеттĕмĕр тăванăм! Мы чуть не погибли. Ст. Чек. Пĕтмест мĕнкĕ те. Не погибнет во век. || Разориться. Коракыш. Пĕр ялта арман пур, вăл арман хуçи чĕнсе (прося милостыню) çӳрет. Вăл арманне пĕвелесе пĕтнĕ (разорился). N. Анчах хресченсем çакна-ăна илмесĕр хăйсене хăйсем пĕтсе пурăнаççĕ. || Износиться. N. Чăн хăмаçран кĕпе çĕлетрĕм, арки-çанни, пĕтмес, мĕн тăвас? Изамб. Т. Ачасен çăпатисем пĕтнĕ-ха, акă пушăт илмелле. || Прийти в негодность. N. † Илтĕм скрипка аллăма, скрипка аври пĕтнĕ мĕн. Регули 746. Ку çĕçĕ пĕтнĕ. || Изводиться. Ст. Айб. † Шыв хĕрринче çӳçе ӳсет-çке, ун айĕнче çырла та, ай, пиçет-çке; ан йĕрсем-е, тантăш, ан пĕтсем-е, пиртен лайăх тата, ай, ӳсет-çке. || В качестве вспомог. глагола. Собр. Ман халăх ăçта кайса пĕтнĕ (куда делся)? Альш. Ахаль те ку енчи çынсем калаçма юратарах параççĕ, çынна курсан, тĕл пулсан, ыйтса, тĕпчесе пĕтеççĕ. П. N. Вĕсем çул çинче асапланса пĕтнĕ (измучились). Баран. 179. Кăмăлне килсех пĕтмен. Ему не совсем нравилась. N. Кĕтӳ хире саланса пĕтнĕ. Çăнăх урайне саланса пĕтнĕ. Çăнăх пĕтĕм урай талккăшĕпе саланса пĕтнĕ. ТХКА 123. Тăвăл хуçнă йăвăçла урлă-пирлĕ тăсăлса ӳксе пĕтнĕ урайне. N. Çук, май мар пире кунта, ку çын та манăн кăмăла кайсах пĕтмест. Собр. Çав арçури вара вăрмантах кăшкăрса пĕтнĕ, тет. КАХ. Пӳртре пурте çывăрса пĕтсен, çав хĕрт-сурт кăмака çинчен анат, тет. N. Кунта тăхăнса килнĕ тумтирĕмсем çĕтĕлсе, татăлса пĕтрĕç, тумтирсĕр темĕн чухлĕ шăнса пĕтеттĕм (мерзла), е шăрăхпа пиçсе пĕтеттĕм. ЧС. Старик апла каласанах, ачасем пурте кайса пĕтрĕç. Ск. и пред. 9. Тырă выраççĕ юрласа, пĕтрĕ карчăк ывăнса. Шурăм-п. Çынсем ирех кайса пĕтнĕ. М. Васильев. Пĕртак тăрсан, çăмăр çумасăрах çанталăк уяртса каять, вĕсен та ани сохаласа пĕтет. ППТ. Çапла вара мĕн тăвассисене пурне те туса хытланса пĕтеççĕ те (кончают. Сĕрен). IЬ. Хăш çулне шалт чараймаççĕ: выльăхсем пăркаланса пĕтеççĕ. М. Сунч. Çула мĕне кайсан, улма йăтса пыракан çынсенчен иртсе пĕтмелле марччĕ. N. Унтан, пурте çăвăнса пĕтсен, хываççĕ. Ал. цв. 5. Нихçан лашапа та, çуран та витĕр тухса пĕтмелле мар, хура вăрман тăрăх пĕр çаврăнса пăхмасăр пырать. ЧС. Тем тĕрлĕ асса пĕтрĕр пулĕ çав унта (вы там, чай, всячески озорничали, изозорничались), унта асма пĕрте юрамас вĕт: часах лăп-лап çакăнат. Артюшк. Ăна юр çинче йăвалантарнă та, вăл пĕтĕмпех юрланса пĕтнĕ. Шăна чир. сар. 7. Вĕсем çулласенче, шăрăх вăхăтра, этем пурăнакан таврашра вуншар-çĕршер пинĕн вĕçсе çӳреççĕ, пур çĕре те ларса пĕтеççĕ, нăйлатса çӳреççĕ. Истор. Темĕн чухлĕ çын пĕр айăпсăр йĕрсе, макăрса пĕтнĕ. N. Тутарсемпе юнашар пурăнаканнисем тутарсенĕн сăмахсене йышăнса пĕтнĕ. Альш. Пӳрчĕ туса пĕтнĕ-пĕтменех кивелчĕ. Шурăм-п. Халăх питех нумай таварсем кутне выртса пĕтнĕ.

пĕтер

(пэ̆дэр), кончить. N. Çыру пĕтернĕ чух, тĕп кĕнекесем çине: хресченсем çĕр илеççĕ, тесе, çырман. || Прикончить, прихлопнуть, прекратить. Якейк. Вăсам ку ĕçе хопласшăн, пĕтересшĕн. Они хотят потушить дело. N. Эпĕр пурнакан Микула хуçа та начарлана пуçлаþ, ясмăк яшкисем анчах çитарат, ĕçне пĕтерме те шутлат кăçалхи çул. Кан. Аслă сут ачине Шаравтинăв патĕнче усрамалла тăвать. Арăмĕ вилнĕ пирки ĕнепеле кĕлет шырассине пĕтерсе лартать (прекращает). || Истреблять, уничтожать. Ивановка. Халĕ ĕнтĕ вăрмансене пĕтерчĕç, тыр та пулакан пулчĕ. || Погубить. Н. Байгул. Пĕтертĕн эсĕ ман пуçа. Погубил ты меня. N. Вĕсем пире пĕтермесĕр каймаççĕ. || Изругать. КАЯ. Кĕсем тата аттене каласа кăтартсан, атте пĕтерет ĕнтĕ (отец со мною, не знаю, что сделает). ЧС. Аçу пасартан таврăнсан, умма татнăшăн пĕтерет. || Износить. Юрк. † Урам чипер пулсассăн, йĕс таканлă атă тăхăнăтăм; хĕрсем лайăх пулсассăн, хранчус тутăрма пĕтерĕтĕм. Якейк. † Çийăм толли сар кĕрĕк, çия тăхăнса пĕтермесĕр, сар хĕрсенчен уйăрлас марч. N. † Çуна лайăх тиейса, çынтан иртсе чупас мар, çуна тупанне пĕтерес мар. || Издержать, употребить. N. Пылчăкĕсене çуса вунă кĕрепенке супăн пĕтернĕ. || Промотать. Юрк. Чул çурта парсан, вăл ăна та пурĕ-пĕр пĕтерет. || Вылечить. N. Иванпа Якур шатрине пĕтереймерĕм (т. е. не могла вылечить сыпь). || Издеваться, надсмехаться. N. Сайра кăна çыннăн пысăкрах куç пулать те, ăна та пулин ыттисем: лаша куç, тесе, пĕтереç. || N. † Ир те куртăм эп сана, каç та куртăм эп сана, килессу çук эс мана. Мĕшĕн сăмах пĕтертĕн? N. Аппаçăмах çавă пур, çичĕ ютăн ачипе тахçанах сăмах пĕтернĕ. N. Тата савăт хуçисем пĕр канаш пулса хăйсем хунă хакран йӳне сутмалла мар канаш пĕтереççĕ. || Вышить, сшить. N. † Шорă тотăр пĕтертĕм, пăрасни кон çыхас пек. Пазух. Улача кĕпе, йĕтĕн çуха, ан пĕтерсем лутшах, тăхăнаймăп. Бугуль. Французский тутăр (вĕç) пĕтернĕ чух пуçра симĕс тутăр пулминччĕ. Альш. Ватă карчăксем çутăлтарса яраççĕ (форсят в нарядах) çĕнĕ илемлĕ пĕтернĕ сурпансем, илемлĕ пĕтернĕ кĕпесем. IЬ. † Улача чаршав çӳçине шав укапа пĕтернĕ, шурă чаршав çӳçине шурă пурçăнпа пĕтернĕ. Бур. † Шурă шупăр аркине шурă пурçăнпа пĕтернĕ, кăвак шупăр аркине кăвак пурçăнпа пĕтернĕ. N. † Улача кĕпе кам тăхăнмĕ, аркине хăмаçпа пĕтерсен. С. Тим. † Шур тăваткăл тутăр пĕтертĕм, кĕçĕн çăварни кун çыхас пек. Н. Карм. † Ăлăхрăм çӳлĕ ту çине, лартăм шурă чул çине, пурçăн сарă пĕтерме; пурçăн сарă пĕтет пуль, пуçăм сая каять пуль. Якейк. Пыçаххи пĕтерес тени пыçаххи вĕçне çӳçе ярас тени полать. IЬ. Пиртен кĕпе касаççĕ, ĕçлеççĕ, пĕтерсе тăхăнаççĕ. Сред. Юм. Кĕпе пĕтерет-ха ô. Узорчатую рубашку шьет. IЬ. Сорпан пĕтерсе çыхрăм. Сготовил убор и завязал им голову. IЬ. Тотăр-сорпан пĕтерет, припасает вещи, нужные замужним (головной убор). НАК. Кăмăлча илсессĕн кайран, хĕрин ашшĕсем хĕрне валли япаласем пĕтерме таварсем илсе параççĕ. Хĕр вара, япаласем илсе парсассăн, хĕр çумăçсене пухать те, мĕн пур пĕтермелли япалисене пурне те пĕтерттерет. || В качестве вспомог. гл. Изванк. Микул карчăкĕ тата темиçе пинĕ тĕслĕ каласа пĕтерчĕ те, анчах эпĕ унăн сăмахĕсене пĕтĕмпех астуса çитерейместĕп. IЬ. Пĕр çулне пирĕн патра çĕр виçрĕç те, пĕтĕм ял çĕр тавраш туса пĕтерчĕç [все пересовершали (посовершали) «сĕр тавраш»]. М. Сунч. Тата турăш умне тем чухлĕ çурта çутса пĕтернĕччĕ (при изгнании мора). IЬ. Киле ан кĕтĕр тесе (т. е. мур), хапхасене тикĕтпе сĕрсе пĕтеретчĕç. Сёт-к. Утсам панчи ачасань, çурса (= çывăрса) кайсан, орисене салтаç те, çăпата кантрисене тĕвĕллесе пĕтереç вара. Орау. Туса пĕтерсен (савине, по миновании надобности), вуласа пĕтерсен (кĕнекине) кӳрсе пар. Ал. цв. 9. Вăл тумланса çăвăнса пĕтерет те, çак тĕлĕнмелле çĕнĕ ĕçрен ĕнтĕ тĕлĕнмест те. В. С. Разум. КЧП. Ана çинчи çулнă пăрçама уйĕпех çил вĕçтерсе пĕтерчĕ. Кан. Ачана пĕчĕк чухне тем тĕрлĕ кипкесемпе чĕркесе, çыхса пĕтермелле мар. IЬ. Чăвашла кино картин куртăм та, татах курас килсе пĕтерет. Альш. Тутар килне-йышне ырласа пĕтереймес (всячески хвалит татарскую семью): чăваш тутара тус тăвать, хăнана çӳрет. Аттик. Вĕсем тата нумай каласа пĕтереççĕ те, эпĕ анчах вĕсем пек тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлейместĕп. Истор. Хăйне пĕр-пĕр усал ан туччăр, тесе, вĕсене малтан икĕ вут хушшинчен кăларнă, унтан хăйсенĕн кĕлеткисене пуççаптарнă, чĕркуççи çине лартса пĕтернĕ. N. Çапах эпĕ вĕсем каланине малтан пит ĕненсех пĕтермерĕм. N. Çак çурт тавра йывăçсем лартса пĕтерĕр.

пĕтĕç

(пӧ̌д'ӧ̌с', пэ̆дэ̆с'), соединяться, сходиться. Чума. Унтан вара çав мăккăльсем пĕр-пĕринпе пĕтĕçсе лараççĕ. Ала 6. Хӳрипе пуçĕ (у змея) пĕтĕçнĕ çĕрте анчах лутрарах пулнă, тет, каçас пулсан, унтан каçмала, тет. N. Хăçан та хăçан çитмĕл те çичĕ вар поçĕ пĕр çĕре пĕтĕçет, çан чох тин çак çынна ĕçлен сăхса витертĕр (ужалит). Панклеи. Çаксам (т. е. тури осалпа анатри осал) кăçкăркаласа пыркаласан, лоткă патĕнче хире-хирĕç пĕтĕççĕрç, тет. Пĕтĕçсенех, лоткă çине хăпарса ларчĕç. N. Хăш-хăш пĕтĕç йĕкрешсем пĕтĕçсе çуралаççĕ. СПВВ. ИА. Пирĕн пасар çулĕ ял çулĕпе пĕтĕçет. Две дороги сливаются в одну. Шибач. Выльăх пĕр çĕре пĕтĕçет (собирается). Хурамал. Этем пĕр çĕре пĕтĕçсе (пухăнса) пурăнать. Сёт-к. Сăмахсене пĕтĕçтерни пĕтĕçмест (построение речи идет негладко, не клеится)? Ib. Пĕтĕçмен сомах. Несуразная речь, слово. || Стать полным. СТИК. Пĕтĕçнĕ сысна: сысна чист пĕтĕçнĕ ĕнтĕ, утса та çӳреймест. Ытлашши мăнтăрланса кайнă сысна çинчен калаççĕ.

пĕчĕккĕн

мало-по-малу, понемногу. Календ. 1910. Пулăллă пĕвесене çак япаласене пĕчĕккĕн пăрахас пулать. Скотолеч. 12. Вăл (она) шыва пĕчĕккĕн кăна ĕçет. КС. Эп ку кĕнекене пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕнех вуласа пĕтертĕм. N. Хай сĕрекене пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн хĕррине туртса кăчартамăр. Баран. 230. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕнех, мало-по-малу.

плант

усадьба. N. Çак хуçанăн тăватă кĕтеслĕ планчĕ пур. Тăватă кĕтеслĕ планчĕнче ултă юпалă хапхи пур. (Такмак). Альш. Элшел урамĕсем сарлака. Плантсем те тăвăрах мар. IЬ. Килĕ-çурчĕсем плант сарлакăшĕ, тăрăшĕ. IЬ. Çав кӳлĕ урлă каçсан, вара тата çĕнĕ плантсем пыраççĕ ĕнтĕ халĕ. К.-Кушки. Ĕлĕк плант илмелле пулсан халăха ĕçтермелле пулнă, вара тин лайăх плант панă.

плахай

(-h-), блажной, взбалмошный (русск.), лодырь,, лентяй. СПВВ. АС. Плахая пăрахас, перестать притворяться глупым, своенравным, лентяем. Сёт-к. Çак Пльокка плахаялла персе порнать (притворяется глупым, бестолковым, дурачится).

плаш

плащ. Тăв. 51. Пашка эс, шăллăм! Ак çак плаша та эсех вĕт çĕлеттертĕн; эсĕ, мĕн каламалла, пашка, пашка!

прахăç

(-hы̆с'), отброс. || Лишний, негодный, заброшенный. Çĕнтерчĕ 57. Атте пула эпĕ çак çĕнĕ пурăнăçра çын пултăм.

преулкă

(-гы̆), переулок. Чебокс. Çак çынсем преулкă çумăнче пурăнаççĕ.

Раççей

Россия. Кĕвĕсем. Ай-хай, тăванăмçăм, пĕр чунăмçăм, курсан курăпăр Раççейре, Раççейре мар-çке тĕлĕкре. Карсун † Çак пирĕн тăвансем ылттăн пек, Раççейре çӳрен укçа пек. || Государство. Якейк. Америкри Раççейра мĕлле халăх порнать? (Раççей — в смысле государства). Шорк. Çĕр вĕçи-хĕрине ăçтан çитĕн, Раççей вăл питĕ пысăк вĕт (в см. всего мира).

рейккă

рейка. Кан. Çулталăкра ак çак япаласене туса пĕтермелле: рейккăсем (юмантанах) 4,600 кб. м.

рухха-чухха

неизв. сл. в заумной песне. ТММ. Ачасем кайăкла вылянă чухне çак сăмахсене каласа уяраççĕ. Рухха-чухха! Патте-сутта! Иван-тухха! Мак-люç! Люп-хĕрес!

а

(а), coniunctio adversativa Russica, soloecismi genus: sed, interdum etiam continuandae orationi apta, ut autem, aut contradictioni, союз а. Шорк. Эпĕ она вăрмана вотă патне кайма хошрăм, а вăл пасарă тохса карĕ. Я велел ему ехать в лес, за дровами, а он пошел на базар. || Ой-к. А çак çĕлен Аван патшапа пĕр тăван пулнă. А этот змей был родной брат царя Авана. || Ib. Ярасси яратăп та, ху килте пĕлменнине хăвалла мана. — А мĕн çĕр хут каласси пур ăна? эпĕ сана тахçанах пĕрре каланă вĕт, — терĕ, тет, старик. Я дам тебе дорогу, если ты подаришь мне у себя дома то, о чем ты не зваешь. — Зачем же повторять это сто раз? — сказал старик, — ведь я уже говорил тебе однажды об этом раньше.

ай

(aj), pars inferior; inferiora, ima, низ, нижняя часть. Альш. Чашкă айĕ тарласан, йĕпе пулать, тет. Если чашка снизу запотеет, то будет мокро. Самар. Хура вăрман айĕ такăр пулсан хăтăлаймĕ тилĕ, пур пулсан. Когда в большом лесу станет гладко, лисице, если она будет там, не уйти целой. Альш. Айĕ те тӳшек, çийĕ те тӳшек. (Хăнтăла). И снизу перина и сверху перина. (Загадка о клопе). Сохр. зд. Вăл е айĕ йĕперен, е пăх-шăкпа лапăртаннăран... макăрать пулĕ. Может быть, он плачет оттого, что под ним мокро, или оттого, что он испачкался в испражнениях. || In casibus obliquis interdum adverb, loco usurpatur. В косвен. пад. иногда употребляется в значенин наречия. Ст. Айб. Ая юрать, ая кĕмест. (Пукан). Смысл этой загадки о стуле темен. Альш. Ăна ачасене ая шăнăран параççĕ. Его дают детям, чтобы они не мочились под себя. Сред. Олг. Ая янă. 1. От страха испустил мочу. 2. Страшно перепугался. Ун кăмăлне ялан ая туса пырсассăн... Если все время подавлять его стремления... Якей. Ая туса пăрахатьчĕ. (Меня) чуть не занесло (снегом) [или: чуть не придавило (чем-либо)]. Собр. Кушака çĕнсе шăрши айне пулнă, теççĕ. Одолел кошку, но был побежден мышью. (Послов). Орау. Хăш çын айран каланине сисимаçть. Иные не понимают намекок. Орау. Çил улăма айăн-çийĕн вĕçтерчĕ. Ветер перебуторил солому. Альш. Пĕри, шыва кĕрсе кайса, шыва айăн-çийĕн çавăрĕ. Одна из них (кобыл) войдет в воду и взболтыхает ее до самого дна. || Saepissime postpositionis vim habefc, eandem ac praepp. sub, subter, quo sensu plerumque cum particulis possessivis coniungitur. Часто служит послелогом, при чем соединяется с притяж. суфф. Ман айăма (ман ая), ман айăмра (ман айра), ман айăмран (ман айран); пирĕн айăмăра (пирĕн ая), пирĕн айăмăрта (пирĕн айра), пирĕн айăмăртан (пирĕн айран); сан айна (сан ая), сан айăнта (сан айра), сан айăнтан (сан айран); сирĕн айăра (сирĕн ая), сирĕн айăрта (сирĕн айра), сирĕн айăртан (сирĕн айран), ун (он) айне, ун айĕнче, ун айĕнчен; вĕсен айне (вăлсам айне), вĕсен айĕнче (вăлсам айĕнче), вĕсен айĕнчен (вăлсам айĕнчен), ун айĕпе, вĕсен айĕпе. V. Матер., 214, Синт., 148 — 211, 292 — 348, 348 — 378. КС. Ман айăма шыв юхса кĕрет. Под меня течет вода. Ib. Сирĕн айăрта ман тӳшек выртать. Под вами лежит моя перина. Ib. Çирĕн айăртан çак сăхмана илсе тăхăнам-ха эпĕ. Ну-ка, я возьму из под вас этот кафтан и надену его. Ст. Чек. Пирĕн айăмăра кĕççĕ сарчĕç. Под нас подостлали войлок. Ib. Чаппан айăмăрта выртат. Чапан лежит под нами. Ib. Шăши пирĕн айăмăртан тухса карĕ. Мышь выбежала из-под нас. Ib. Кĕнекене минтер айне хутăм. Я положал книгу под подушку. Морг. Ырă çын, тархасшĕн хоп мана лорăк айне! Пожалуйста, покрой меня, добрый человек, лукошком! Тай.-Т. Шыв çисе пыннине çĕр ишĕлсе аннă та, юпи вара шыв айнĕ пулнă. Когда берег от размывания водою обрушился, то столб очутился под водою. Ст. Яхак. Ун чухне унта пĕчĕк ачасем çунашкапа ярăнмалли те çук, çиччас, çуна айне туса, вĕлерсе пăрахĕç. В то время маленькие дети и не могут кататься на салазках, так как легко могут быть раздавлены на смерть санями. Букв. 1886. Ĕне айне лармасăрах ĕмĕр ирттермелле турă çырнă пулĕ, терĕç. Они решили, что, должно быть, им суждено прожить без коровьего молока. Сред. Юм. Сăмахран пõлсан, эп çын айпе йõлаканни мар вара. Словами меня не забьешь. Тай. Çакă ялăн ачисе сăмах айне турăмăр. Своими речами мы заткнули рот парням этой деревни. || Альш. Вăрманпа Ескӳл хутлăхĕнче çаранлăх: хамăр ял айĕнчех пирĕн, унтан лерелле Хирти Кушкăсен, Мертлĕсен. Между лесом и озером Ескӳл луга: под самой нашей деревней — наши, а дальше — принадлежащие Полевым Кошкам и Мертлям. Пĕр хĕр кăкăр таран çĕр айĕнче тăрать. Девушка стоит по грудь в земле. Ход. во св. Çĕнĕрен тухакан кĕнекесене пурне те пĕрер те пулин илсе яланах ал айĕнче тытас пулать. Надо приобретать все новые книги, хотя бы по экземпляру, и всегда иметь их под рукою. Лашм. Пирĕн пата хăнана (= хăнана) пыр. Ыттах тĕлне пĕлмесен, Тури касра, кĕтесре, — Тури касра, кĕтесре, улма сачĕ айĕнче. Приходи к нам в гости. Если не знаешь сам, то мы живем вот где: на Верхней улице, на углу, под яблоновым садом. Якей. Чуть йор айне полаттăмччĕ. Меня едва не занесло снегом. СТИК. Çын айне пулса пурăнакан çын, человек, который находится в вечном подчинении у других. Абыз. Путь-путь путени, çав путенен йăвийĕ сакăр ана айĕнче. Подь-полоть перепелка; гнездо этой перепелки под восемью загонами. ЧП. Хырă айĕсенче çырлалăх. Под соснами ягодные места. Якей. Эп кĕпер айĕпе коньккипа ярăнса тохса карăм. Я прокатился на коньках подмостом. Ст. Чек. Вăрман айĕпе пырат. Едет (или: идет) под сенью леса. Землед. Ыраша хытта хăварнă хура пусса акаççĕ. Хăш чух тата пĕр-пĕр курăк е тырă айĕнчен тухнă çĕре акаççĕ. Рожь сеют на паровом поле. Иногда ее сеют на поле, вышедшем из-под какой-либо травы или из-под хлеба. || Etiam adiectivi vim habet, quae loquendi forma perrara eat. Очень редко имеет смысл им. прилагательного. ЧП. Аял ту çинче ай кĕлет, ай кĕлетре аслă аппа. На визенькой горе нижний ярус клети, а в нем моя старшая сестра. Каша. Çӳлĕ тенĕ кĕлетĕр ай кĕлетрен ытла мар. То, что вы считаете за верхний ярус клети, не выше нижнего этажа ее.

айях

(аjуjах), vox miserentis, междом., выражающее жалость к кому-либо. Сред. Юм. Аюях! çак пĕчиккĕскере хĕрхенмеççĕ те, пĕрмай йĕртеç! Этого маленького бедняжку никто и не жалеет, то-и-дело его доводят до слез! Haec interj. e voce „ай-уй“’ et particula affirmativa „-ах“ composite esse videtur. По-видимому, из „ай-уй“+част. усил. „-ах“.

айтатăр

απαξ είϱἠμενον, quod 3 pers. sing, imper. verbi 2. айта esse videtur (?), повидимому (?), З л. ед. ч. пов. накл. от гл. айта. Ст. Дуван. † Алли пыран айтатăр, чăн хĕр-сăри çак пултăр. Кто довок и способен выполнять какое бы то ни было дело, тот пусть идет туда; пусть это будет настоящее девичье гулянье.

авкалантар

(авгаландар), facere ut aliq. se vario modo flectat, заставить кого различн. образ. изгибаться. Якей. Кăткасам çĕлене авкалантараççĕ анчах. Змея, которую облепили муравьи, так и извивается | Ib. Metaph. Verberare, бить. Паян Йăвана авкалантартăм-ха пĕре. Сегодня я Иваву лупцовку задал (т. е. побил его, говорит отец о сыне). СТИК. Авкалантарса илĕп ак çак патакпа, вăт хирĕç кăшкăрса тăрăн! Я вот тебя отлуплю этой палкой, тогда будешь отвечать криком! (говорит отец сыну). Это выражение указывает на те движения, какие выделывает мальчик, когда его бьют палкой или кнутом (вăл хĕнекен çын аллинчи ача патакпа, пушăпа хĕненĕ чухне авкаланнине пĕлтерет).

авалах

(авалах), eadem vox, cum part, affirm. -ах cоniuncta, авал, усиленное част. -ах. КС. Вăсем авалах пуян пурăннă. Они издавна жили богато. Ib. Пирĕн мăн-асаттесем çак: вырăна авалах вырнаççа ларнă. Наши прадеды еще встарь поселились здесь.

авалхи

(авалhи); antiquus, vetus, vetustus, древний, старинный, стародавний. Ядр. Авалхи чăвашсен йăли, обычаи древних чуваш. Т.-И.-Шем. Карташне кĕрсен, мăн-кĕрӳ калат: „Эй, хăтасем! Авалхи йăлана пăрахмастăр-и? çĕнĕрен йăла кăлармастăр-и?“ тет. Войдя во двор, дружка говорит: „Сваты! Не оставляете-ли вы старинных обычаев и не выдумываете-ли новых?“ Такмак. Эпир авалхи йăлапа çӳретпĕр. Мы соблюдаем старинный обычай. С. Тимер. † Авалхи те тенкĕ, кив тенкĕ, хураймарăм енчек тĕпнелле. Не сумел я запрятать поглубже в кошелек старую, старинаую серебряную монету. Сред. Юм. Авалхи пилĕк пус, старинные медные деньги в пять коп, которые теперь ценятся в полторы коп. Альш. Петренкке вăл чăваш пулнă, тет, — кăнла-кушкисем, теççĕ. Ăна авалхисем питĕ асăнатьчĕç, тет, хамăр пек çынччĕ, тесе. Говорят, что Петренкке был чувашив, из с. Кошекна-Кильне. Старые люди, будто бы, часто вспоминали о нем и говорили, что он был такой же (простой) человек, как они сами. Елховоозер. Пысăк тĕме. Вăл тĕмене улăп çăпати тĕпĕнчен хăпса пулнă, теççĕ; тата хăшĕ авалхи çынсем вăрăсенчен хăраса пичĕкесемпе укçа алтса пытарнă, теççĕ. Большой бугор. Говорят, что этот бугор образовался от земли, отставшей от подошв лаптей великана (см. улăп); а некоторые утверждают, что старинные люди зарывали там в бочках золото, боясь воров. Ib. Унта хурăнсем пит нумай пулнă, тата ĕлĕк унта авалхисем чӳк тунă. Там было очень много берез, а кроме того, старинные люди прежде совершали там жертвоприношения. Собран. 168°. † Эпир килетпĕр çак киле авалхи хурăнташше шыраса. Мы приезжаем в этот дом, разыскивая свою старинную родню. Сред. Юм. Виç авалхи укçа пулсан, çын пуять, теççĕ. Если у кого-нибудь будет три старинных монеты, то он разбогатеет.

авăр

(авы̆р), caulis, virga, стебель, прут. Сред. Юм. Пĕр авăр пăрçа. Один стебель гороха. Ib. Хăяр чечекки авăр çинче пõлать. Огуречные цветы бывают на стебле. Хăяр (кавăн) авра кайни. Огурцы (тыквы) пошли в стебель (или: растут в стебель, не принося плодов. Шорк.). Ку авăр çине çырла пит нумай. На этом стебле очень много ягод. Ib. Эпĕ тăват авăр хурлăхан касса илтĕм. Я срубил четыре стебля черной смородины. Календ. II. Пур авăртан та улма пĕр пек тухмасть. Не каждый куст дает одинаковое количество картофеля. Икково. Пĕр авăртан (или: пĕр кăкран) пилĕк омла тохрĕ. С одного куста картофеля получилось пять картофелин. Хирте. Пур тĕрлĕ тыррăн та икĕ пай: пĕр пайĕ çĕр айĕнче, вăл тымар; тепĕри çиелте, вăл аври, пуçахĕ, çулçи. Всякий хлебный злак состоит из двух частей: одной подземной — корня, другой — надземной, т. е. стебля, колоса и листьев. ЧП. Хурлăхан аври, прут, стебель емороднны. Икково. Хăмла çырли аври, прут, стебель маливы. Крат. раз. Тĕлĕкре манăн умра пĕр тĕм иçĕм-çырли ларать пек, вăл тĕмре виç авăр пек. Мне снилось, вот виноградная лоза предо мною, на лозе три ветви. ЧП. Лутра-ях-та шĕшкĕн аврн кĕске. У низенькой орешипы коротенький ствол. || Item manubrium, ansa. Также означает ручку, черен, рукоятку. Изамб. Т. Атман вăрăм авăр пулат. У наметки дливный черен. Пуртă аври, топорище; çĕçĕ аври, черен ножа; чăпăрккă аври, кнутовище; кĕреçе аври, черен лопаты; курка аври, ручка ковша. Якей. Шăппăр аврине такăш кăларса илнĕ. Кто-то вытащил из метлы черен. Ib. Шăппăра авăр лартрăм или: шăпвăр аври лартрăм. Я посадил метлу на черен. Ib. Çак шăппăра авăр лартас полать. Надо насадить эту метлу на черен. ЧП. Пуш аврилĕх йăвăç, arbor manubrio fiagelli conficiendo ap, дерево, годное на кнутовише. Якей. Пуш аврилăх йăвăç (пуж-аврилы̆х йы̆вы̆с’), id.

авăс

(авы̆с), grana in alveum, qui Taaaua dicitur, coniecta quassando venlilare, „полоть“ (веять), трясти на ночевках (такана çинче) семена или зерна растений для того, чтобы очистить их от пыли, шелухи и сора. ЧП. Кăçалхи вирсем пит выçă, авсаймарăм выççи тухиччен. Нынче просо очень тощее: сколько ни полол, никак не мог отполоть его, т. е. отвеять тощие зерна. Образ. † Кăçал вирсем пит выçă, авăсаймарăм выççи тухиччен. . Якей. Тосанлă тырра таканапа авăсаççĕ. Пыльный хлеб отпалывают на ночевках. Кудемер. Тăваттăн тĕвеççĕ, пĕри авăсат. (Лаша чупни). Четверо толкут, а пятый веет. (Загадка о лошадином беге). || Ad alias etiam res propter similitudinem refertur. Иногда употребляется и в др. случаях, в смысле качать, раскачивать. Чăвашсем. 1. Тата ачана такана çине вырттарса таканапа авăсат, ача ятне калат: „Кӳп тухтăр, тимĕр таканапа авăсса яратăп; çак такана епле, варкăштарса ярат, çавăн пек ача ăшĕнчен кӳп тухса кайтăр“, тет. Кроме того, она кладет ребенка на ночевки, качает его, называет его по имени и говорит: „Пусть опадет у него живот, я качаю его на железных ночевках. Как эти ночевки качают его, пусть так же выйдет из него болезнь, от которой у него пучит живот“. Сред. Юм. Тип пăрахутăн та шыври пăрахутăн та õралисĕне авăсса пыракан машшинĕ çаврать. Колеса паровоза и парохода приводятся в движение шатуном. ЧС. Насвусăн икĕ енне виçшер çын тăнă та пĕр чарăнмасăр авăсаççĕ. По обе стороны насоса стали по-трое и беспрерывно качали“.

авра

(авра), involvere, volvendo tegere, завертывать (во что). Аттик. Çăмарта илекенсем пĕр çăмартине те ватса çимерĕç, пурте киле исе кайса: выльăх-чĕрĕлĕх çак çăмарта пек тута пулччăр, тесе картана юпа тăрне: çын ан тупайтăр, тесе тутăрпа авраса хучĕç. Те, которые взяли яйца, не съели ни одного яйца: все они унесли их домой и положили их, завернув в платок, на столб в хлеве, где их никто не мог бы найти. Цель этого была та, чтобы их домашний скот был таким же сытым, как это положенное на столб яйцо. Hinc derivatum est aepan, se circumvolvere alicui rei, навиваться quod adhuc nusquam inveni, et аврантар (аврандар), circumvolverealicui rei, навивать. Шевле. Каната хăвăл çине аврантарса кĕскетеççĕ или (i. q. е) вăрăмлатаççĕ. Канат наматывагот (навивают) на дупло, и таким образом укорачивают, или же сматывают, и таким образом удлиняют.

ак

(ак), акă (агы̆), adv. demonstr., quod res loquenti propiores ostendere solet. Указат. наречие, относяшееся к предметам более близким к говорящему: вот. V. ав, авă. Якей. Ак ман умран виç çын иртсе карĕç. Вот впереди меня перешли через дорогу трое. Ib. Ак эп те килтĕм. Вот и я пришел. Ib. Ак, ача, çаклантăн! Вот теперь ты, брат, попался! (напр., так скажут вору, застигнутому на месте преступления). Ib. Ак(ă) конта ик сорăх макăрса çӳрет, — сан мар-и? Вот здесь две овцы блеют, — не твои ли это? Ib. Ак эп сана (датив. функция)! — апуна каласа кăтартам-ха! Вот я тебе! — скажу матери! Якей. Ак çапла тăвас полать. Надо сделать вот так. || Ак çакă, ак çак, ак ку, hiс, вот этот. || In praepxopera rei demonstrationе ter, quater quinquiesque ponitur. Приторопливом указании на предмет, напр. при розысках, может утраиваться, учетверяться и упятеряться. Якей. Ак, ак, ак! Вот, вот, вот. || Interdum est refutantis aliquid vel redarguentis. Иногда выражает опровержение слов другого лица. Изаб. Т. Шел çамрăк çынна! Ĕмĕр пĕтнĕ пуль çав. — Ĕмĕрĕ пĕтсе ак! — шăнса пăсăлса вилчĕ. Ик эрне те асапланмарĕ. Жалко молодого человека! Должно быть, пришел конец его жизни (определенный судьбою). Какой там (или: вот уж и) конец! — простудился и умер. Двух недель не промучился. Ib. Те кусен ăрăвĕнче çивчĕ чĕлхелĕ? — Ăрăвĕнче ак! Качча килнĕренпе патак лекмен çавăнпа челхине янă. Или у них в роду все такие бойкие на язык? — Какое там в роду! С тех пор, как она вышла замуж, она еще палки не отведывала, — вот и распустила язык-то! || Aut minitantis. Иногда служит для выражения угрозы. Ст. Чек. Ак эп тухам-ха, тек ачана хĕнетĕн! Вот я выйду и покажу тебе, как то-и-дело бить ребенка! || Interdum est admirantis aut aliquid aegre ferentis. Иногда выражает удивление или недовольство. Якей. Ак, ача, вăл капла полассине эп кĕтменччĕ. Я, право, не ожидал, что он сделается таким! Ib. Ак топрăн япала! Неужели ты не мог найти ничего лучше? Ib. Ак топрăн калаçмалли япала! Вот нашел о чем говорит! || Etiam adhibetur, cum vult aliquis, ut verba sua attenie audianlur. Также употребляется для привлечения внимания к словам говорящего. Ак ĕнтĕ, ачамсем, сиртен хăшăр пуракăра малтан тултарат, çавна малтан качча паратаă. Вот что, дети: кто из вас скорее наберет полный бурак (ягод), ту я прежде других выдам замуж. || Eadem voce in narrando ad erigendos audientium animos utiinur, cum a rebus Ievioribus ad maiora transgrediendum est. Также употребляется в рассказе, для выражения перехода к более важному. Альш. Ларсан-ларсан, кăсем ларнă йывăç айне вырăссем килсе лараççĕ, тет. Акă вăсем укçа хисеплеççĕ, тет. Через некоторое время к тому дереву, на котором они сидели, пришли и сели русские. Вот они начали считать деньги.

акатуйĕ

ака-туй (ага т̚у), dies festi, qui tempore verno ante arationem celebrantur, праздник, устраиваемый перед весенней пашней. V. Магн. 18 sqq. Ib. Эй пĕсмĕлле! Пĕр торă, ан парах! Ырă çĕр йыш(ĕ), çырлах! Хоçа пичке поçларĕ сире поççапмашкăн. Ан пăрахăр! Епле полин те осрăр! Оя тохсан ойра перекет парăр, киле кĕрсен килте перекет парăр! Çак хоçана, килне-çортне, выльăхне, ачисене ан пăрахăр! Ака-туйран ака-туя осрăр! Чӳк, çырлах! Сана йӳççи, пире шерепет. Н. I. „ырă çĕр йыш(ĕ)“ non familiam almae lerrae significat, sicut Magnitskio visum est, sed potius sanctum terrae dominum, quod numen agris segetibusque praeesse existimatur. Здесь „ырă çĕр йыш(ĕ) означает не „семейство доброй земли“, как переводит Магн., а святого хозяина земли, божество, от которого зависит рост полевых хлебов. Шевле. Ака-туй тотар еннерех порнакан чăвашсен праçникĕ полнă; она. Монкон иртсен тунă. Праздник весенней пашни праздновался у чуваш, живущих ближе к татарам; его праздновали после Пасхи. || Ludi publici, qui in Чepen. fiebant tempore verno (festi, quod Pascha appellator, nulla ratione habita; v. infra), in quibus propositus praemiis cursu, luctatione, equisque certabatur, весенний праздник, который в Череп. праздновался независимо от времени Пасхи. Была борьба, конские скачки, беганье взапуски; победителям давали подарки. Альш., Раков. † Икĕ турă лашана ака-туйне ямаççĕ. Альш. † Икĕ турă лашана ака-туя ямаççĕ. Двух гнедых лошадей пускают на праздник весенней пашни. Нюш-к Ака-туй тăвнă чух ялти хĕрсене ака турттарса ял йĕри-тавра пĕр хут çавăрăннă акапа акаласа. Аки-пуçне арçын тытса пынă, тет. Хĕрсем ака туйне пурте çивĕчĕсене салатса, пиçиккисене салтса туртнă, тет. Кутавăйсем хĕрсене ака туйне хăва-хăва тухнă, тет. Во время праздника „ака-туй“ заставляли деревенских девушек проводить плугом борозду вокруг деревни. Плугом правил мужчина, девушки везли плуг, распоясавшись и распустив косы. Десятские и сотские ходили по домам и выгоняли девушек на „ака-туй“. V. хĕр-аки. Eodem nomine Tatarorum feriae designantur equorum curriculis notabiles, quae eorum lingua „сабан туйы“ vеl „сабан“ appellantur; haec appellatio idem significat, atque „ака-туй“. Так же называют чуваши татар. праздник сабан. V. Магн. 21. Изамб. Т. Исеккел ака-туйне-карăм. Я ходил в Исаково, на (татарский) сабан. || Eadem voce etiam alia eiusdem generis certamina significantur, quae quolibet alio tempore, nullo apparatu, inter pueros maxime, animi voluptatisque causa fiunt. Hinc: ака-туй яр.

акăнтăр

vox incerta in hisce versibus posita, qui in canendo. certis intervallis, singulis cantilenae partibus adiiciuntur. Слово неизв. значения, встречающееся в следующем припеве: „Акăнтьăр, акăтьăр, ак çак сумах (i. q. сăмах) суя мар“ Собран. 252. † Пăвăрлă лаши сĕлĕ çимест; çийĕччи та çимĕччи, пур тĕпĕ яка пулĕ. Акăнтьăр, акăнтьăр, ак çак сумах суя мар! Лаççи енне пăхрăм та, çăмарта шарик тухашшăн; тухăччи та тухмăччи... (hie desunt nonnulla, здесь пропуск). Акăнтьăр, акăнтьăр, ак çак сумах суя мар! Бурая лошадь не ест овса. Стала ли бы она его есть, или нет, это неизвестно, но только, наверно, в закромах ничего нет (пусто)..., то, что я говорю, чистейшая правда! Посмотрел я по направлению к лачуге (v. лаç), и увидел, что оттуда хочет появиться яичница. Появилась-ли бы она, или нет, это неизвестно..., то, что я говорю, не ложно.

акар

(агы̆р), rudere, rugire; vociferari; vociferari alicui metus iniiciendi causa; acutuni atque ingratum sonum emittere (in canendo), реветь; кричать, орать; кричать для устрашения: петь громко и некрасиво. Альш. Акă кунта пĕр упа аллисене тăратса акăрса килет, тет, ку арăм патне. Вот идет к этой женщине с громким ревом медведь, поднявши передние лапы. Изамб. Т. Мĕн акăратăн? Что ты орешь? Альш. † Аслă-ях та вăрман хыçĕнче акăрса, шăхăрса акасем тăваççĕ. За большим лесом пашут с громким криком и свистом. Янш.-Норв. † Аслă вăрман хĕрринче акăрса ака тăваççĕ. На опушке большого леса пашут с громким криком. Бюрг. † Хура вăрман хыçĕнче пĕр ака-пуç, акăрса акалат пĕр ача. За темным лесом пашет плугом парень, громко крича (на лошадей). Сред. Юм. Ачасĕм конĕпех акăрчĕç паян. Сегодня их ребятишки орали весь день, т. е. „плакала низким голосом“ (говорится о больших детях, лег с семи или восьми). || Metaph. est ditescere, augere rem familiarem; pinguescere. nitescere, corpus augere (de equls dicitur); luxuriare (de plantis). Переносно. Сред. Юм. Халь акăрчĕ ĕнтĕ õ. 1. Теперь он разбогател. 2. Теперь она (лошадь) поправилась (потучнела). Ib. Çак çăмăр хыççăн паранк аврисĕм акăрса кайнă. После этого дождя картофельная литвинья (ботва) сильно пошла в рост. Ib. Кõнтан çăмăр пõлсан тыр акрать ĕнтĕ. Теперь если будут дожди, хлеб быстро (а сильно, густо) пойдет в рост. О. Череп. Йывăç ахăрса (V. ахăр) карĕ. Дерево разрослось.

акăш

unde derivatum est: акăш-макăш (агы̆ш-магы̆ш), i. q. акшă-макшă. Forsitan a v originem traxerit, nomine eyeni, avis inauspicatissimae. Atque primum adverbii loco onitur iia, ut significet: admodum, valde, insolenter, mirum in modum; optime, pulchre; pessime. Vox ambigua. Чрезвычайно, очень, необыкновенно, странно, несуразно, прекрасно; очень дурно. Ст. Чек. Акăш-макăш усал, чрезвычайно злой, дурной; акăш макăш аван, чрезв. хороший; акăш-макăш илемлĕ, чрезвычайно красивый; акăш-макăш илемсĕр, пребезобразный; акăш-макăш ирсĕр, акăш-макăш йĕрĕнчĕк, прегадкий. Б. Ара. Акăш-макăш пуян (лайăх), очень богатый (хороший). Череп., СТИК. Акăш-макăш аван япала. Очень хорошая и нравящаяся вещь. Сред. Юм., Череп. Ытла пит акăш-макăш пысăк. Очень велик. Ср. Юм. Ытла пит акăш-макăш пысăккинех ан ил, мĕн тăвас õлă пит пысăккипе? Ты слишком большого не бери, на что он? Череп. Акăш-макăш тумланнă ку. Он одет чересчур нарядно (totus de capsula). Ст. Чек. Ах турă! ку епле акăш-макăш тумланнă! господи! Как он разнарядился (шутка или насмешка при виде плохо одетого). Ib. Пирĕн патăртан кайнăранпа ку епле акăш-макăш тумланса çӳре пуçларĕ! Как нарядно стал он одеваться с тех пор, как ушел от нас! (насмешка над плохо одетым. totus de capsula). Н. Карм. Пĕр ӳссĕр çын акăш-макăш хăтланса çӳрет (хăй мĕн тунине те пĕлмест, çаплкаланса çӳрет. Пьяный человек тычется из стороны в сторону и проделывает несуразные вещи, не отдавая себе отчета в том, что делает. Ib. Сурхурине карчăкпа старик пек тумланса пычĕç икĕ çын. Старикки шурă сухаллă, çăмлă çĕлĕк тăхăннă; карчăкки тем елес-мелес тăхăнса пĕтнĕ: курппун çын пек пулас тесе çурăмĕ хыçне тумтирĕ анне тем чăркаса чикнĕ, пуçне ал-шăлли пек хура туттăрсем чăркаса янă, пилĕкне алама кивĕ сарă çыхнă, аллине туя тытнă; шăлсăр çын пек калаçас тесе çăварне темĕскер хыпнă. Пырса кĕрсенех ташлама тытăнчĕç; темĕскер акăш-макăш хăтланса, чуп туса, ташласа тухса кайрĕç. На Овечью Ногу (святки) пришли двое, наряженных стариком и старухой. Старик — с белой бородой, в мохнатой шапке, в шубе, вывороченной на изнанку; старуха — в каком то стринном костюме, с горбом на спине, сделанным из какого-то свертка, который она подоткнула под одежду. На голову она навертела платков, грязных как утиральнак (утирка), вокруг пояса привязала старые сарă, в руках держала палку; чтобы ее речь походала на речь беззубой, она что-то взяла себе в рот. Как только они вошли в избу, они стали плясать, при чем выделывали разные (странные) штуки и целовались. С этим они и ушли. || Череп. Акăш-макăш калаçат. Expedite et commode loquitur. Говорит гладко, ловко. || Ст. Чек. Аннӳпе акăш-макăш (illiberaliter, inhumaniter) ан калаç (= хытă ан калаç), вăл сана çуратса ӳстернĕ. Ват çынпа акăш-макăш калаçмаççĕ, вăл санăн аçунтан та асла. Не говори грубо с своею матерью, она тебя родила и воспитала. С старым человеком не говорят грубо: он даже старше твоего отца. || Nonnunquam adiectivi vim habet (vocabulum anceps). Иногда имеет значение прилагательного. Нюш.-к. Акăш-макăш — „еккай (эккаj) вырнаçман, юравсăр япала!“ тени. „Еккай акăш-макăш япалу! (o rem ineptissimam!) ниçта вырнаçа пĕлмест!“. Агы̆ш-магы̆ш означает несуразвую вещь, которая нигде не может уместиться. „Экая несуразная вещь! нигде уместиться не может!“ Кубня. Акăш-макăш çын. 1. Vir praestantissimus. 2. Homo nequissimus. 1. Необыкновенно хорошай человек. 2. Никуда негодный человек. (Сообщ. Л. Марков. || Aut substantivi. Также существительного. Н. Карм. Чăвашăн акăш-макăшĕ (res ineptae), чӳкки-кĕлли пĕтмест ĕнтĕ унăн. У чувашина нет конца разным жертвоприношениям, молениям и всякой нелепице. Здесь чувашин пояснил выражение „акаш-макăш“ так: „алама ĕç туни“, т. е. дурные (плохие) дела. Сказ. и пред. 18. Акă кăвать хураççĕ акăш-макăш хăрăкран. Вот они кладут костер („sarmenta minutiora“) из разного сухого сброда. Хыр-к. Мĕн тумалла вăл вĕтĕ акăш-макăшпала? (de pisciculis minutis inutili-busque). Что, толку в этой мелюзге? (о мелкой рыбёшке). Ib. Çак хутиç çине акăш-макăш (res minutas, parvi pretii) тултартăм. Набрал (накупил) в этот мешок разной мелочи. Эльбор. Вăл тем акăш-макăш та пĕлет полĕ (de arte magica). Он, поди, и невесть что умеет (напр., колдовать). Ib. Çол çинче тем акăш-макăш та çакланĕ (de casu adverso). В дороге может все приключиться. Кубня. Унăн акăш-макăшĕ (insolentia, petulantia) пĕтес çук. Его шалостям, озорству, выходкам нет конца. (Сообщ. Л. Марков). || Haud raro in conviciis quoque dicitur, quo sensu usurpatum alia lingua reddi non potest. Иногда употребляется как бранное выражение. Шурăм. 6. Эрех пултăр — кӳпет вара! Ах, акăш-макăш! Была бы только водка — опиться готов! Ах, идол! Ib. Ах, акăш-макăш! кĕрлеминччĕ хуть! Хăй ӳсĕрне пĕлмест! Ах, идол! хоть бы не галдел! Не понимает, что сам пьян! (говорит апайка мужу). Можар. Анчах Макçăмран хăрани пур, пит вăйлă акăш-макăш. Только есть опасность со стороны Максама: уж очень он влиятелен, идол этакий! Йолаш. Акăш-макăш çĕлесе пĕтернĕ. Сшито плохо, несуразно. Ib. Акăш-макăш тус (тус. i. q. туса) пĕтернĕ. Сделано кое-как, безобразно. Янтик. Приккашчăк акăш-макăш вĕçтерсе иртсе кайрĕ. Приказчик промчался (на лошади) с шиком. Ib. Акăш-макăш пурна пуçларĕ çав. Он стал жить богато, по-барски, с шиком, в свое удовольствие. Ib. Акăш-макăш çунтарса (или: вĕçтерсе) çӳрет. Шикует. Абаш. Акăш-макăш тоянсах окçана пĕтертĕм. Я истратил деньги просто на приобретение разной дребедени (напр., купил заслонку, мази, сахару, огурцов). Ib. Вăл акăш-макăшсене халь хăварман (i. е. ĕлĕкхи йăласене пăрахман: чӳк тăвăть, йомăç пăхать). Он еще не оставил (всей этой) дребедени (т. е. старых обычаев: жертвоприношений, гадания через йомзей). Ib. Акăш-макăш чӳклесе, мăшкăлтатса (мŏшкŏлдатса), кĕрĕк (i. q. кирек) мĕне асăнкаласа ĕлĕкхи йĕркепе порăнакан çын ĕçĕ. Акăш-макăш — жертвоприношения, старинные обряды и молитвы разным (божествам), которые совершает человек, живущий по старине. Ib. Акăш-макăшсемпе халь те вăл хăтланăть. Он все еще занимается (этими) нелепицами, этой дребеденью (т. е. не оставил старинных суеверных обрядов) Ib. Акăш-макăшсем анчах чопкаласа çӳретчĕç. Бегала лишь одна мелюзга (т. е. дети, ребята).

аккалă-шăлăлă

(ш̚ы̆лы̆лы̆), adv., soror cum fratre natu minore, сестра с младшим братом. Ст. Чек. Çак хĕр-ачапа арçын-ача, хĕр-ачаран пĕчĕкçĕрехĕ, аккалă-шăлăлă пуль-ха: икĕш те пĕр сăнлă. Эта девочка и этот мальчик, который поменьше девочки, вероятно, брат с сестрою: они похожи друг на друга (точнее: оба на одно лицо, как гов. народ). Ib. Аккалă-шăлăлă юлчĕç кусем ашшĕпе амăшĕнчен. Они остались после родителей вдвоем, сестра с братом.

акнивă

(Iеgе: агн’ивы̆), a voce russ. othhbo, tignum transversarium sublicis aliisve similibus superimpositum, in cuius foramina sublicarum (aliorumve similium) capita infiguntur ita, ut ad perpendicninm directae vacillare non possint. Огниво (насадка на надолбах). Ст. Чек. Вешник тунă чух лушин хума свуйсем çапаççĕ: виçĕ свуй пĕр ĕретре, ĕретĕ (i. q. ĕречĕ) шыв юхăмне май. Ун пек ĕрет арман вешникĕн икĕ енче. Çав ĕрет юпасем çине йывăç шăтарса тăхăнтарса хураççĕ, çавсене акнивăсем теççĕ. Çак вкĕ акнивă çине çӳл пуçне лушин хураççĕ. Когда устраивают вешняк, то для того, чтобы положить лежень, вбивают сваи: по три сваи в ряду; ряд идет по направлению течения. Такой ряд свай вбивается по ту и по другую сторону вешняка. На каждый ряд свай сверху насаживается (горизонтальное) бревно (так, что верхушка свай проходят в отверстия, продолблевные в бревне). Эти два бревна называются огнивами. На верхние концы огнив (т. е. на те их концы, которые смотрят против течения) кладется лежень. Ib. Арман кавăсĕнче (валакĕнче) валак питĕрмелли тăваççĕ: валакăн икĕ енне икĕ юпа (стойккă) лартаççĕ, икĕ юпа тăррине акнивă шăтарса тăхăнтараççĕ. В каузе (жолобе) устраивается запор: по обеим сторонам ставят две стойки (т. е. по одной стойке с той и другой стороны), а на стойки насаживается (надалбливается) огниво. V. арман, ленкер.

алăура

, ал-ура, алура, (алура), manus et pedes, руки и ноги. СТИК. Аллу-уру хăртăр! Ачу-пăчу чăлах пултăр! Ватăлас кунта (лучше было бы: кунăнта) хутаçпа каймалла пултăр! Чтобы у тебя руки и ноги отсохли! Чтобы твои дети стали сухорукими! Чтобы тебе на старости пойти с нищенским кошелем! (Проклятия)! Тranslate. Переносно. Сред. Юм. Алли-õри тĕрĕс вит, амма ĕçлемес? Она çан чõл пысăклансан та çын тăрантса õсрамалла-и? Почему он не работает, ведь он здоров? Неужели его, такого большого (т. е. уже на возрасте), будут кормать другие? Ib. Ал-õра тĕрĕс-ха, хам та кайса илĕп. У меня и у самого есть руки и ноги (точнее: у меня и у самого нет физических недостатков), я и сам схожу и возьму. Якей. Алли-ори çыпăçать. Он искусный работник. Собр. 27. Ăста сыннăн савăлпа мăксăр ал-ура çавăрăнмасть, теççĕ. У мастера без клина и моха и дело не клеится. (Послов.). Сказ. и пред. 24. † Юманккапа юлташĕсем кунĕн-çĕрĕн утаççĕ, çапах алли-урисем пирĕнни пек ырмаççĕ. Юманка и его товарищи идут целые дни и целые ночи, и все-таки не испытывают, как мы, усталости. Альш.? „Уçăттăм та, аллăм-урам çук манăн“, тенĕ. Он сказал: „Я отворил бы тебе, но я не владею ни руками, ни ногами“. Собр. 349°. † Аллăнтан-урăнтан килсессĕн эсĕ те вĕрен çак юрра. Si potes, tu quoque hanc cantilenam memoriae trade. Если можешь, то и ты выучи эту песню. КС. Шăппăрçăн пĕр-ик курка сăрасăр алури (или: алли-ури) çавăрнмаçть. У пузырщика без одного или двух ковшей пива и дело на лад не идет.

алă валлли

, ал-валли, (алы̆ вал’л’и, ал-вал’л’и), partes parvae hostiae immolatae aliorumque ciborum, quibus diis res divina fieri solet, quae omnibus iis, qui sacrificio intersunt, distribuuntur et precatione facta ibidem religiosissime comeduntur. Стюх. Чув. 19. „Эти розданные по рукам присутствующих на молитве части от жертвенного мяса, вместе с частицею лепешки, называются по чувашски „ал-валли“, что значит: ручная часть или частица. После раздачи частиц глава семейства и прочие члены семьи встают на молитву. Молитву произносит только сам хозяин, а прочие стоят молча, но все, как сказано выше, должны быть в кафтане или в другом каком верхнем платье. По произнесении положенной на этот случай молитвы, все присаживаются на лавку в ряд, и с благоговением съедают частицы мяса и лепешки. При этом строго наблюдается, как бы не обронить крошек, так как это считается величайшим оскорблением для того божества, кому была принесена жертва“. V. Рекеев, V. 8. Альш. Пиçсен. Хурне кăларса тиркĕ çине хураççĕ, пĕчĕкçĕрех тиркĕпе пашалу. Вара хуранне пăттипе сĕтелĕн сылтăм енне лартать. Пиçнĕ хурне тир кĕпе алла тытать, сĕтел таврарах (умнерех) тăрса кĕл-тăвать. Кĕл-тунă хыççăн хура каскалать. Унтан хай каланă пек кăкăрĕ çинчи ашне, пакартине, пашалу; миçе çын, çавăн чухлĕ пай туса, алла тыттарать çав виçе япалана. „Алă валли“ теççĕ ăна. Ăна валеçсен пурте тăрса кĕл-тăваççĕ. „Паçăр пĕтĕмĕпеччĕ, халĕ ала валлипе; эпир çитерейменнине алă валли çитертĕр. Çырлахах, Мăн Кĕл-илен; савса панине савса ил; айван кĕллĕмĕре хапăл ил“, тет. Пуççапаççĕ (тайăлаççĕ-кăна) те çиеççĕ. Кашма сараççĕ çерем çине, ларса çиеççĕ пăттине те. Когда сварится. Вынимают гуся и кладут его на блюдо; (при этом бывает положена) на небольшом блюде лепешка. Потом он ставит котел и кашу по правую сторону стола, берет блюдо с вареным гусем в руки, становится поблаже к столу и произносит молитву. После молитвы он разрезывает гуся на части. Потом, как было сказано выше, он разделяет мясо с груди гуся, его желудок и лепешку на части, по числу присутствующих, и раздает каждому из них эти три предмета. Это называется ручными частями. После раздачи частиц все встают и молятся. Он говорит: „Давеча было (моление) целым гусем, теперь ручными частями. Пусть ручные части дополнят то, что нами было опущено. Помилуй. Великий Жертвоприимец [т. е. приниматель великой жертвы, приносимой от великаго душевнаго мучения (тарăхса)]! Прими с любовью то, что мы тебе с любовью приносим; прими нашу нескладную молитву!“ Они кланяются (не в землю) и начинают есть. Расстилают на лужайке кошму, садятся и едят также и кашу. Ib. Алă валли: 1) пэшалу, 2) ашĕ (кăкăрĕ çинчен), З) пакарти (хурăн) е пĕверĕ (пысăк выльăхăн). Ручные части (состоят из): 1) лепешки, 2) мяса (с груди), З) желудка (гуся) или печени (крупного животного). Эта последняя заметка в рукописи сначала написана, потом похерена. Менч. Чист. Çак кĕлле кĕл-туса пĕтерсессĕн чашăк çинчи çăкăра, чăкăта каскаласа ал-валли тăваççĕ. Вăл ал-валлисене пӳртри çынсене пурне те валеçсе параççĕ. Алă валли валеççĕ пĕтерсессĕн тата тепĕр хут пурте ура çине тăраççĕ те, ал-валлипе партак асăнаççĕ. Ал-валлипе асăнакан кĕлĕ ак çапла пуçланат: „Эй ырă туррă(м), ырă пӳлĕхĕм! сана ал валлипе асăнатпăр, витĕнетпĕр. После этой молитвы разрезывают хлеб и сыр, находящиея в чашке, и делают ручные части. Эти части раздают всем присутствующим в избе. После раздачи ручных частей все опять встают на ноги и творят краткую молитву с ручными частями. Молитва эта следующая: „О святый боже, о святой разделитель! мы поминаем тебя с ручными частями и к тебе прибегаем“! (Из обряда „ача ят хуни“). Чăв. кĕл. Çакă алă валли çитертĕр, çӳлти турра асăнатпăр. Пусть эти ручные, части дополнят (то, чего не достает); мы молимся небесному богу. (Из моления „Вăкăрпа учӳк“). Сиктер. Хĕвел тухăçнелле тăрса мĕн пур халăха алă-валли валеçсе пачĕç те, кĕлле ватти-вĕттипе тăчĕç. Обратились лицом к востоку, роздали всему народу ручные части, и все, старые и малые, стали на молитву. (Из „тырра пăр çапнăран ултă ялпа чӳктунă йĕрке“). „Алвалли“ — ломоть хлеба на кайăк чӳк в Ядр. у. Н. Лебеж. † Виç хĕл каçан такине алă-валли тумашкăн килтĕмĕр. Мы приехали, чтобы наделать ручных частей из их барана, которому исполнилось три зимы. (Из „саламалик“, речи которую произносил на свадьбе „мăн-кĕрӳ“]. Сиктер. Вара чӳклекен алă-валли аш касса илет, пĕчикçеççĕ татăксем: чĕрине, пĕверне, кăкăр ӳтне, пуçĕнчен, хӳре-чиккинчен (от репицы); вăл аш татăкĕсене пурне те кĕлĕ тунă чух алă çинче тытса тăма парать. Хăй вара çĕлĕкне хул хушшине хĕстерет те, çапла каласа кĕлĕ тума тытăнать еtс. V. Магн., 61.

алли

(аλλиы; propiie s. manus eius), res commoda, idonea, conveniens, удобная, подходящая вещь. Альш. Мана, пĕр вун пилĕк пуслăх кивĕ кĕнеке илсен, алли. Если я куплю копеек на 15 старых книг, то мне и ладно по моим средствам. Сред. Юм. Çак атă мана алли-ха (хакĕ те хаклă полмасан, тавар та аван пõлсан, пысăккăш(ĕ) те хăйне йõрасан калаççĕ). Эти сапоги для меня подходящи (говорят тогда, если и цена недорогая, и товар хороший, и величина сапог подходящая). Ib. Она пăртак лекни те алли-ха! Так ему и надо; хорошо, что его немножко поколотили! (говорят о побитом).

алли пыран

(п̚ыран), sollers, гораздый. || Universi, все. Альш. Çын кĕнĕ çĕрех лайăх кĕнеке хунă та, алли пыран тытса пăхать. У него при самом входе лежит интересная книга, и всякий (alias: кто горазд) берет ее и рассматривает. Ib. Алли пыран айтăрах: чăн хĕр-сăри çак пулĕ. Кто ловок и горазд? идите туда: это будет настоящее хĕр-сăри. Череп. Алли пыран ĕçлесен ĕç час полать. У того, кто горазд (или: если все работают. Сред. Юм.), работа быстро приходит к концу.

алăк

(алы̆к), ianua, porta а, дверь; ворота. Якей. Алăка ан тăр. Не становись в дверях. Ib. Алăкне уç, вăлсам кĕччĕр. Отвори дверь, пусть войдут. Ib. Эп алăк питĕртĕм, вăлсам ан кĕччĕр тесе. Я запер дверь, чтобы они не вошли. Ib. Эп алăк питĕрсе, вăл кĕримĕ. Я запер дверь, он не сможет войти. ЧК. Пире анне алăка уçса ăсатса ячĕ. Мать отворила нам дверь и проводила нас. Истор. Славянсем пӳрчĕсене темиçе алăк кастарнă. Славяне прорубали в своих избах несколько дверей. Собран. 59. Тухсан та кĕрсен те алăка хупса çӳре. И при входе и при выходе всегда затворяй за собою дверь. ЧС. Алăкран тухсан алă тĕслĕ ăс кĕрет. Когда выйдешь из дверей (дома), то мысли (под разными влияниями) изменяются. (Послов.). Изамб. Т. 102. Урай каштинчен пĕр-ик йĕрке çӳлте алăк касаççĕ. Венца на два выше переруба прорубают дверь. Ib. 102°. Чӳрече, алăк янаххисене лартсан, кăмака хыси (хыиы) тусан, сакăсене тусан вара: „Ăста çĕнĕ пӳрте алăкне хупса тухса кайрĕ“, теççĕ. Когда будут вставлены окна и дверные косяки, а также устроен маленький сруб, на котором кладетея печь, и лавки, то говорят; что „мастер (плотник) затворил дверь в новую избу и ушел“ (т. е. изба готова). Чăвашсем, 8. Юмăç алăкне нумай тапратрăмăр. Немало ходили мы к йомзям. Альш. Ĕлĕкрех кĕрӳшне алăк патне чаршав карса лартаччĕç (i. q. лартатьчĕç), теççĕ ватăраххисем. Люди постарше говорят, что прежде жениха сажали у двери, за („повесив там“) занавес. ЧП. Вĕрене курка — сар курка, алăран-алла çӳретĕр, алăк патнелле ан ярăр. Пусть желтый кленовый ковш ходит из рук в руки, но не передавайте его (по направлению) к дверям. Собран. 199°. Хурт-кăпшанкă тапранат, ылттăн алăк уçăлат. (Сĕлĕ шерепи тухни). Начинают шевелиться насекомые (не летающие), отворяется золотая дверь. (Загадка: появление метелки у овса). Актай. Пĕр килемине кăвапинчен туртса кăларап. (Алăк). Одну старушку я вытаскиваю за пупок. (Загадка: дверь). N. Вăл мĕскĕн алăк панчен тĕпелелле пĕре те иртмеçчĕ (т. е. иртместчĕ). Он, бедный, никогда не проходил в перед избы, а все сидел у дверей. Якей. Алăкра ан тăр. Не стой я дверях. Альш. Алăка пырса тăчĕ. Встал в дверном пролете (т. е. на пороге). Ib. Алăкра тăрать. Стоит в дверном проеме (т. е. на пороге). Якей. Çак алăка çӳрене чох хопса çӳрес полать. Надо затворять эту дверь, когда ходишь. Панклеи. Лаша тӳрех хайхи хĕр патне отать. Херĕн молча пак пӳрчĕ патне çитсен алăкĕнче кокальтяма тапратать. Лошадь прямо идет к выщеупомянутой девушке. Подошедши к ее избе, похожей скорее на баню, она начинает рыть копытом у ее дверей. С. Александровское. Алăкăнче (i. q. алăкĕнче) хуралçăсем хурал тăнă. У дверей стоял караул. Шевле. Чӳк тунă чух малтан алăка уççа алăк патнелле пăхса пĕтĕм турра асăннă. Мулла калпакне хул айне хĕстерсе, аллинче çимĕç тытса тăнă; унпа пĕрле ыттисем те хăш чухне мĕн çимĕç те пулин тытса тăнă. Алăк патнелле пăхса кĕл-туса пĕтерсен тин тур кĕтессинелле пăхса сăх-сăхнă, унччен сăх-сăхман. Во время моления сначала отворяли дверь и, обратавшись лицом к двери, молились поименно всем богам. Лицо, произносившее молитвы, затыкало шанку подмышку и держало в руках кушанье; вместе с ним стояли и остальные, иногда также держа в руках какое-нибудь кушанье. Лишь по совершении молитвы лицом к двери, они обращались лицом к красному углу (к тяблу) и крестились; ранее этого они на себя креста не клали. Альш. Пуп алăкран кăна пĕр-ик виçĕ сăмах калатьчĕ, тет, турăшсемпе-мĕнсемпе килсен. Когда священник приходил с иконами и п., то, говорят, ограничивался тем, что скажет слова два-три в дверь и уйдет (т. е. даже и не входил в избу). Альш. † Çак ялсенĕн ачисене алăк хыçне хĕсрĕмĕр. Парней из этой деревни мы вытолкнули за дверь (скорее: прижали за дверью). Якей. Алăк хошшине ан пол. Не попади (рукою или ногою) между дверью и косяком, (т. е. не прищеми их). Ст. Чек. Йăттăн хӳри алăк хушшине пулнă. Собаке прищемило хвост дверью. Ст. Чек. Мĕн алăк виттĕр калаçса тăран? — пӳрте кĕр. Что ты разговариваешь через (приотворенную) дверь? — взойди в избу. Ib. Акка патне хăнана карăм та, алăк виттĕр калаçса тăрат манпа, пӳрте те кер темес. Те хунь-ашшĕнчен хăрăт мана чĕнме. Я пошел в гости к старшей сестре, а она стала у двери и разговаривает со мною через (приотворенную) дверь: даже в избу не зовет. Не знаю, свекра, что-ли, она боится (и потому не решается) позвать меня. КС. Ма алăк виттĕр калаççа тăратăн? Зачем ты разговариваешь через затворенную дверь? Бугурусл. Эпĕ алăк çине улăхрăм. Я залез на ворота (на гумне). Якей. Алăк уççа хопса тăрать. Служит привратником или: временно заменяет его. Ib. Он мĕн пор ĕçĕ те алăк уççа хопасси анчах. Все его дело заключается в том, чтобы отворять и затворять дверь. Eadem vox postpositionibus „урлă“ е! „çи“ coniuncta limen inferum et superum significat. В соединении с послеслогами „урлă“ и „çи“ это слово часто означает порог и притолоку. Шурăм. 26. Алăк урлă шалалла пăхатăп. Смотрю через порог (т. е. через отворенную дверь) внутрь комнаты. Пуп алăк урлă каççанах хай чирлĕ карчăк сиксе тăнă та, пупа мăйкăçпа çаклатса та илнĕ. Как только поп перешагнул через порог, — упомянутая выше больная старуха вскочила и живо захлеснула его за шею удавкой. КС. Ма алăк урлă калаççа тăратăн? — шала кĕрсе калаç. Почему ты говоришь через дверь (или: через порог)? — ты войди для разговора в избу. См. выше „алăк виттĕр“. БАБ. Алăк урлă вырттарса тапмалла. Надо пинать, положивши через порог. Альш. Алăк урлă каçаймас. Не может перешагнуть через порог. КС. Алăк çанче ларать. 1. Сидит на пороге. 2. Сидит на полотне двери. Ib. Ача алăк çине хăпарса ларчĕ. Мальчик залез на полотно двери. Срав. Ib. Алăк тăрăнче (Iеgе: тŏрнџ̌э, ехtrita ŏ littera, i. q. тăрринче) сала-кайăк ларать. На притолоке двери сидит воробей. Турх. Алăк çине пусса кĕрет. При входе ступает на порог. Срав. N. Чир ересрен алăк çине пилеш, тал-пиçен, тимĕр хураççĕ; апла тусан чир ермест, шуйттан та хăрать, т. е. для предупреждения болезни и отогнания чорта кладут на дверь рябину, татарник и железо. Л. Кошки. Алăк çине ан лар, хурт тухса каят. Не садись на порог, пчелы улетят. Череп. Алăк çине ан тăр. Не вставай на порог. (Срав. чӳрече çине, на окно, т. е. на подоконник). Цив. Алăк çинче ларать. Сидит на пороге. Альш. Чăхха алăк çине хурса пусрĕ. Он заколол курицу на пороге. Ib. Мĕн алăк çинче ларан? Что ты сидишь на пороге? Jn dialecto Альш., si G. Timofeievio credimus, „aлăк урлă“ earn rei positionem significat, cum iuxta limen inferum posita est in longitudinem eius porrecta, sin autem in ipso limine transverse sit collocata, non „алăка (алы̆га) урлă“ dici solet. В Альш. „алăк урлă“ говорят о вещи, которая лежит поперек двери, т. е. около порога, но параллельно ему; если же она лежит поперек порога, т. е. пересекая порог, то говорят не „алăк урлă“, а „алăка урлă“.

алпас

(албас), a v. tatar. „ашб“, quae gigantem significat, et verbo „басты“, compresstt, unde per apocopen „алпас“ factum est. Daemonium quoddam, muliebre secus, quod crinibus passis vagari narratur, hominibusque morbum quendam incutere posse vulgo creditur.. От тюрк. алыб, гигант, и басты, придавил (где последн. слог отброшен). Название злого духа. V. алпастă еt улăп пусни. СПВВ. КС. Алпас — усал; вăл хĕр-арăм, тет те, çӳçне-пуçне салатса çӳрет, тет. Алпас — злой дух; он женского пола и, говорят, ходит с распущенными волосами. Стюхино, Бугур. Алпас ернĕ. Привязался „алпас“ (болезнь). || Eadem voce generalitet viri desig-nantur in sacro soilemni, quod чӳклеме dicitur, propterea, opinor, quod illi uxores suas in lecto incuborum instar premere soleant, aut quia longos capillos habeant, baud raro incomptos. Также говорится в шутку вообще о мужчинах (во время обряда чӳклеме). Т. VI. 52. Пичке пуçланă чухне кĕл-тăвакан кĕлĕ (ăна „турă амăшĕ курки“ теççĕ). Чăн малтанах кĕлĕ тăваканни: „Итлĕр-ха, хура халăх! Хуçа калат: „Çитменнине çак турă амăшĕ куркипе хура халăха çитерем“, тет. Алăк патĕнчи алпассем! эсир кĕрĕшетре, кĕрĕшместре?“ тет. Алăк патĕнчисем калаççĕ: „Кĕрĕшетпĕр, кĕрĕшетпĕр! Кĕтни те çакă; сире иккĕ, пире пĕре“, теççĕ. Кĕл-кĕлекенни: „Эппин юрат“, тет. Ну, тата тĕпелти Хурăнсур (scr. хурăн сур) кассисем, эсир кĕрĕшетре, кĕрĕшместре?“ тет. Хĕр-арăмĕçем калаççĕ: „Кĕрĕшетпĕр, кĕрĕшетпĕр! Кĕтни те çакă; сире иккĕ, пире пĕре“, теççĕ. Кĕл-тăваканни: „Ну, юрат“, тет. Молитва при починании бочки (при обряде „ковш божией матери“). Прежде всего тот, кто читает молитву, говорит: „Слушайте, честной народ! Хозяин говорит: „То, чего не хватило честному народу, я хочу пополнить этим ковшом божией матери“. Давилы(?), сидящие у дверей! согласны вы или нет? Те отвечают: „Согласны, согласны! Мы этого и ждали; вам два, нам один“. Читающий молитву говорит: „Значит, ладно“. „Ну, теперь вы, жительницы Березовой деревни (т. е. пришедшие с кладбища, с того света? Ср. каз.-тат. kаjы̆нсар, кладбище; здесь это выражение употреблено в виде шутки), сидящие в передней части избы, согласны ли вы или нет?“ Женщины отвечают: „Согласны, согласны! Мы этого и ждали; вам два, нам один“. Читающий молитву говорит: „Ну хорошо“. V. курка (тура амăшĕ курки), С. И. Иванов. Çапла ĕçтерсе пĕтерсен вара „улпут“ ыйтат: „Алăк пенчи алпассам! Хуçа: „Ятлă курка пуçласа ятăм“, тет; сире тиври, тимери? (т. е. тиврĕ-и, тимерĕ-и). Тимен пулсан ура çине тăрăр (scr. турăр)“. Вара усам калаççĕ: „Тиврĕ!“ теç. Угостив их таким образом всех пивом, „барин“ (особое лицо, участвующее в совершении обряда чӳклеме) спрашивает: „Давилы(?), сидящие у дверей! Хозяин говорит, что он начал (обряд) именного ковша; — досталось вам или не досталось? — Если не досталось, встаньте на ноги“. Те отвечают: „Досталось!“ (Из обряда „чӳклеме“). V. Золотн. 212 sqq., Оп. чув.синт. 462, 563 сс. V. алпастă.

ама-çури

(ама-с̚’убиы ама-с̚’оϱиы (Çеçмер), noverca, мачеха. М. Д. Ама-çури ывăл çурине питĕ курайман, тет. Мачеха ненавидела пасынка. М. Д., Байгул. † Тăван атте пусрĕ, ама-çури çирĕ. Родной отец заколол меня, а мачеха сьела. Якей. Ама-çури хĕр-çурине шта йоратни пор-ка? Где видано, чтобы мачеха любила падчерицу. || Praeterea sign, secundam aut tertiam mulierem adoptatoris, earn scilicet, quam post adoptationem, mortua uxore, duxerit. Также — вторая или третья жена приемного отца, взятая им после того, как был взят в дом приемыш. Шугур. Мана çак ама-çури çăкăр та пами пулчĕ. Эта мачеха перестала мне и хлеба давать. Ib. Çав ама-çури мана кашни кунах вата пуçларĕ. Эта мачеха стала ежедневно бить меня. || Nonnunquam cum aliis vocibus matrem significantibus coniunctum invenitur. Иногда соединяется с другими словами, означающими мать. Кильд. Ш. Эпĕ хам та тăлăхăн ӳснĕ çынах, эпĕ хам та ама-çори анне аллинче ӳснĕ çынах. Я и сам вырос сиротою, в руках мачехи. Ама-çори амăшĕйĕн хĕрĕ. Его сводная сестра, т. е. дочь его мачехи. Якей. Ама-çури амăшĕ, его мачеха. || Interdum adiective ponitur, cum significat non eadem matre natum. Иногда имеет значение прилагательного, означая рожденного не от той же матери. V. Ывăл-çурри, ул-çури, хĕр-çурри, хĕр-çури. Папклеи. Пăр карчăкпа старик порнаççĕ, тет. Çавсан, ама-çури хĕр пор, тет. Жили-были старик со старухой. У них была дочь, которая старухе была не родная. Алик. Кусен ик хĕр пур, тит, пĕри ама-çури, тепĕри — ама-çури мар, тит. У них две дочери, одна от прежней жены, а другая от теперешней.

ама хĕрĕ

(х̚’э̆рэ̆) , propr. filim matris, i. e. puella. Соб. дочь матери, песенное выражение, означающее девушку. Н. Якуш. † Ах, аттеçĕм, аннеçĕм! Ар ывăлĕ мар, тесе, ама хĕрĕ, теейсе, çурт хушас çук, тиейсе, çавăнпа парса ятăр пуль. Ах батюшка, ах матушка! Наверно, вы потому меня выдали, что я не молодец („сын мужчины“), а девица („материна дочь“), и не могу ничего прибавить к дому. (Из „хĕр йĕрри“, плача невесты). Собран. † Çак ама хĕр (вм. ама хĕрĕ) тенĕ-ĕскер ашшĕ килне шăнăçаймасть. Девушкам нет места в отцовском доме, т. е. рано или поздно оне должны из него уйти. (Из „хĕр йĕрри“, плача невесты).

аман

(аман), quassari; vulnerari; debilitari; corpus laedere, надломиться; израниться, искалечиться; ушибиться, получить какой-нибудь изьян или повреждение. Шибач. Патака хоçнă, хоçăлсах кайман: аманнă. Палку переломили, но не совсем; это значит, что она надломилась. 20. Вăл аманнă хăмăша та хуçса пăрахмĕ. Трости надломленой не переломит. Истор. 234. Аманнă лашипе аран тарса хăтăлнă. Едва спасся на пораненной лошади. См. еще 16 стр. З строка (ай-ай ту). Орау. Ман çак аллăм лаша çинчен ӳксе аманнăччĕ те, халь йĕпене сиссессĕнех ыратать. Я сломил себе эту руку упав с лошади, и она у меня до сих пор болит, как только почует ненастье (хотя и поправилась). Сирах. З42. Вĕсем нумайĕшĕ аманса юлнă, юлашкисем крепоçе (lege: кĕреппĕçе) тарса ӳкнĕ. Çав вăрçăра Иоанн тăванĕ Иуда та аманнă. Тогда был ранен Иуда, брат Иоанна. И пало у них много раненых, остальные же бежали в крепость. N. Темĕн чухлĕ халăхĕ аманса тăкăнса юлнă унăн. У него было ранено и осталось (на поле сражения) огромное количестео людей. Ст. Чек. Аслăк тăрринчен ӳксе аманнă. Упал с сарая и расшибся (или: искалечился, или: поранил себя). Cf. амак.

аман

(аман), v. pers. [Араб сăмахĕ]. tat. аман, hаман, hauan, sine intermissione, беспрестанно, все время, все. Бугур. Ак çак ача аман аслть. Вот этот мальчик все шалит.

ампар умĕ

(умэ̆, омэ̆, ом, ом) 1. Locus ante ампар. 2. Tabulatum, quod est ante ianuam horrei (ампир). Пространство перед амбаром. Площадка (крыльцо) перед амбаром. Сред. Юм. Ампар омĕ. Ампар пĕренисĕне кил-карти еннелле вăрăмрах кăларса хăма сарнине калаççĕ. Ампар õмĕ — досчатая настилка, положенная на (боковые) бревна амбара, выпущенные дальше других бревен в сторону двора (и образующая род площадки перед дверью амбара). В. Олг. Çак хосах ачи ампар омăнчен тăрса пӳрт омне тăрчĕ. Этот холостой парень поднялся с крыльца амбара (где он спал) и стал в сенях ведущих в избу. Ib. Çак кĕлĕмçĕ ампар омăнче выртса каçпала. Этот нищий лег вечером на крыльце амбара. V. кĕлет умĕ.

ан

(ан), descenders. Ds quolibet motu dicitur deorsum directo. Глагол, имеющий очень обширное значение и употребляющийся для означения всякого движения, направленного сверху вниз. По-рус. передается словами: спускаться, опускаться, сходить, слезать, съезжать, падать и т. п. Якей. Воç çанти çирмая анса шу ĕç. Сойди вон в тот овраг и напейся. Ib. Кошак кăмака (ă почта не слышится) çинчен анса тӳшек хыçне выртрĕ. Кошка слезла с печи и легла за периной. Ib. Çирмая аннă-анман пире чолпа пеме тапратрĕç. Не успели мы спуститься в овраг, как в нас стали кидать камнями. Ст. Чек. Анатсăн ан. Спустись (сойди, слезь), если хочешь. Альш. Сĕвен ку енни ялан та сĕвеккĕн анать. Ку енче Сĕвенелле унта-кунта çырмасем анаканнисем пур. Эта сторона Свияги всюду представляет покатость. На этой стороне, там и сям, в нее стекают речки. Завражная. Чăхсем кашта çинчен анчĕç. Куры слетели с насеста. Ib. Аптратса çитерчĕ, анма та пĕлмеçт. (Ita mulier queritur de viro suo nimis libidinoso). Ib. Сысна аçи пĕр хăпарсан анма та пĕлмеçт. Verres ubi semel ascendit ad descendendum tardissimus est. Сокращ. букв. 1908. Хурсем шыва аннă. Гуси сошли на воду. ЧП. Чупрăм та антăм эп аната. Я побежал и сбежал в низменность или: в нижний конец деревни (вообще в место, лежащее ниже того места, где был). Якей. Çирмаялла виçĕ ача анса карĕç. В овраг спустились трое малышей (или: парней). || Ire in loca inferiora. Также употребляется вообще вм. глагола итти, когда говорится о ком либо, идущем в более низкое место, нежели то, где он был. СТИК. Таркăнсем каçпа яла анса çăкăр илеççĕ, тет. Говорят, что беглые приходят вечером в деревню за хлебом. Ib. Кĕçĕр кашкăр аннă яла. Вечор в деревню приходил волк. Эти фразы относятся к селению, расположенному в ложбине речки, по обеим сторонам которой поднимаются отлогие холмы. Изамб. Т. Çынсем кăнтăрлана ана пуçласан ку лашине тăварчĕ те урапине кӳлсе киле ялсе тавăрăччĕ. Когда другие стали уходить домой полдничать, он выпряг лошадь, запряг ее в телегу и уехал домой. Ib. Тырă вырнă чухне кăнтăрлана чей ĕçме киле анаççĕ. Во время жнитва уходят в полдень домой, пить чай. || Также говорят: „пасара ан“ (aliquo ad mercatum ire), пойти на базар, поехать на базар. Якей. Эс килес пасара ан, вара мана çăмарта хакне калăн. Ты приходи (или: приезжай) на следующий базар, и тогда скажешь мне, почем продаются яйца. Абаш. Паян мăн-акка та пасара аннăччĕ. Сегодня и тетка (старш. сестра матери) ходила на базар. || Praeterea de feminis dicitur, quae ad fiumen descendunt lintea lavandi causa. Также говорится о женщинах, которые идут на речку мыть белье и пр. Ст. Чек. Пĕр арăм çырмана кĕпе çума аннă, тет. Одна женщина пришла на речку мыть белье. Срав. Ст. Чек. Шыв арманне антăм. Я ходил на водяную мельницу (или: пришел на мельницу). || Descendere de arbore, de vehiculo, ex equo. О слезании с дерева и пр. Пизип-Сорм. Ларсан-ларсан каç пулчĕ. Каç пулсан, чилай тăхтасан, çĕрле пулсан манăн пата çăка хăвăлне темĕскер анать çĕмĕрттерсе. Анса çите пуçласан эпĕ ала (алла?) тăсса пăхрăм та, манăн ала (алла?) кĕчĕ-карĕ темĕскер хӳри. Долго я сидел, наконец наступил вечер. Когда прошло довольно много времени и наступила ночь, ко мне, в дупло липы, стал кто-то („что-то“) слезать, производя сильный шум. Когда он уже был близко от меня, я протянул руку, и в моих руках очутился чей-то хвост. Яргейк. Вут эпĕ мĕнле асап куратăп! Чĕрнели аннă пулсассйн тата пĕтеретчĕç мана, тесе каларĕ, тет. Вот я как страдаю! Если бы слез тот, который с когтями, то они изуродовали бы меня еще больше, сказал он. Панклеи. Хĕр кӳме çинчен анчĕ те кальлях кĕрсе карĕ. Девушка вылезла из кибитки и опять вошла. Альш. Эпĕ урапа çинчен антăм. Я слез с телеги. Орау. Ан часрах лашу çинчен. Слезай скорее с лошади. || Secundo flumine proficisci aut eum locum versus iter facere, ubi in mare aiiudve fiumen se effundit. Также спускаться вниз по реке или из стран, лежащих в верховье реки, к ее низовью. Юрк. Чул-хуларан çав пырса çитнĕ кунех вутлă кимĕ çине ларса Шупашкар хулине антăм. В самый день приезда в Нижний я сел на пароход и уехал в Чебоксары. Истор. Днепрпа анса Древлянсене хăйне пăхăнтарнă. Спустился вниз по Днепру и покорил древлян. Собран. З20°. Питĕрпуртан аннă пикесен пушмакĕсем çӳлĕ кĕлелĕ. У барынь, приехавших из Петербурга, башмаки с высокими подборами (каблуками). Ст. Чек. Çырма тăрăх ут çулма антăм. Я спустился по оврагу, чтобы косить сено. || In altum descendere, mergi, submergi, hauriri (palude). Также сваливаться, проваливаться, увязать. Абыз. Темскер çĕмĕрĕлсе анса кайнă, пĕтĕм çĕр чĕтресе кайнă. Что-то провалилось с грохотом, так что задрожала вся земля. Алекс. Нев. Пăр çурăла-çурăла анса темĕн чухлĕ çын шыва кайса вилнĕ. Во многих местах провалился лед, и множество людей перетонуло. Бол. Ильш. Чупса пынă чухне шăтăка анса кая пачĕ, тет. Когда он бежал, то вдруг провалился в яму. N. Çак халăхсем саланса пĕтиччен эпĕ чăтса тăраймарăм, хурама хăвăлне анса кая патăм. Я не смог продержаться (вися в дупле) до тех пор, пока этот народ разошелся, и слетел (т. е. провалился) в дупло вяза. Торай. Пĕр ĕне лачакана анса кайнă. Одна корова утонула (погрузилась совсем) в топком месте. Ст. Чек. Шурă япала таçта ăнса кĕчĕ. Белый предмет куда-то провалился. || Delabi (in arvum). V. пут. Также о пище, воспринимаемой желудком. Альш. Апат çинĕ-çемĕн анать. Чем больше ешь, тем сильнее разыгрывается аппетит. L’ appetite vient en mangeant. (Послов). || Occidere (de sole). Также заходить, закатываться (о солнце). Изамб. Т. Ул пирĕн патăртан хĕвел аннă чухне тухса кайрĕ. Он вышел от нас на закате солнца. ЧС. Каç пуларахпа, хĕвел анас чух. Çумăр пĕлчĕсем тухкала пуçларĕç. К вечеру, около заката солнца, стали кое-где показываться дождевые облака. || In aenigmate quodam de lunae radiis dictum invenio, pro eo, quod est fundi. Также падать (о свете месяца). Шаймурз. З97°. Чӳречерен йăс кĕвентепе чышаççĕ. (Уйăх çути анни). В окошко тычут латунным коромыслом. (Загадка: падение лунных лучей). || Defluere, delabi, decurrere, effundi (de aqua dicitur, de lacrimis, de lacte ex uberibus manante). Также стекать (о воде, слезах, молоке кормилицы и пр.). Образцы, 61. † Хапхăр умне аннă юхăм шыв, хăмăш касса кĕпер хывас çук. Текучая вода залила все место перед вашими воротами, так что нельзя намостить моста, нарезав тростника. Сельск. хоз. р. II. Шыв çӳлтен аннă чух унăн çаранне пырса çапăнать. Когда вода стекает сверху, то ударяется в его луга. Альш. Хурăнварта типĕ çырма: çур-кунне-кăна хиртен шыв анать, çула шыв çук унта. В Березовом Долу сухой овраг: только весною стекает туда с полей вода, а летом там бывает сухо. Изамб. Т. 40°. Çапла каласан ку туй ачин икĕ куçĕнчен кус-çӳлĕ анчĕ. Когда он это сказал, этот парень, сопровождавший свадебный поезд, заплакал. Календ. 04. Сăмсаран анмасть-и? Нет ли у нее (у лошади) течи из носа? Череп. Ман темĕскер сĕт анмас (lac me deficit), ача выçă пулĕ. У меня что-то нет (в грудях) молока; ребенок, наверно, голоден. || Extra ripas diffluere, разлиться (о реке). Орау. Атăл шывĕ аннă. Rha flumen alveum excessit. Волга разлилась. Ib. Упнер шывĕ аннă, тет. Кушлавăша çул картланчĕ ĕнтĕ. Речка Упнер, говорят, разлилась: дороги в Кошлоуши уже нет. || Advolare (de hirundinibus dicitur, quae redeunte vere de caelo descendere putantur). Также прилетать, о ласточках, которыя, по мнению чуваш некоторых местностей, слетают весною с неба. N. Якури таврашĕнче чĕкеçсем анаççĕ. Около Егорьева дня прилетают ласточки. Ib. Чĕкеçсем анман-ха, ăшăтма тивĕç мар. Не должно быть теплу, так вак ласточки еще не прилетели. Можар. Якурирен малтан чĕкеç ансан (Череп. килсен) çу сивĕ килет, кайран ансан ăшă килет. Если ласточки прилетят раньше Егорья, то лето будет холодное, а если после, то — теплое. Однако скажут: куккук килнĕ, прилетели кукушки, хура-курак килнĕ, прилетели грачи, и пр. || Praeterea notandae sunt quaedam figurae verborum singulares. Также в некоторых чувашизмах. Якей. Ут орине сĕлĕ аннă. Ст. Чек. Лаша урине сĕлĕ аннă. Лошадь обезножела оттого, что ее разгоряченную накормили овсом. Avena intempestive data pedes equi corrupit. Изамб. Т. Лашан урине шыв ансан шывра тăратаççĕ. Если случится опоить лошадь, то (лечат ее тем, что) заставляют стоять в воде. (Si intempestive data potio equi pedes corruperit....). Чув-прим. о пог. 168. Каçпа ăшă ансассăн (si vespere tepidior fuerit aer) çăмăр пулать. Если вечером станет тепло, будет дождь. Завражная. Тин ăшă анчĕ. Лишь тогда (или: лишь сейчас) стало тепло (в избе). Ст. Чек. Кĕтӳ анчĕ. Стадо согнали в деревню. Grex domum rediit. Собран. З12. Анати, тăвати, вăй (scr. вăи) пĕтети килети. (Хутăр хутăрни). [Вероятно надо читать так: „Анать-и, тăвать-и; вăйă пĕтет-и, килет-и“. То спускается, то что (т. е. то поднимается); а когда игра кончится, приходит (домой). Загадка: мотание пряжи.].

анатри чăваш

(ч̚’ы̆ваш) ita appellantur Tschuvachi infernates, quorum regio inferius sita est, quam eorum, qui vocantur вир-ял, вире-ял (v. hanc v.). Низовые чуваши. См. вир-ял, хирти. Ягудар. Анатри чăвашсем пиртен хĕвел-тохăç енелле порнаççĕ. Низовые чуваши живут от нас на восток.
Петр Ив. Орлов, уроженец с. Орауш, Ядрин. у. Казан. губ., написал мне о различиях между отдельными группами чуваш следующее. „Анатри (малти, мал енчи) чăвашсемпе хирти чăвашсем тата вир-ялсем (хура урасем). Чăвашсем пирĕн виçĕ пая уйăрăлаççĕ: анатри чăвашсем, хиртисем, вир-ялсем. Вир-ялсем çăвар туллин, хыттăн калаçаççĕ. Вăсенĕн сăмахра сас-палли „у“ сахал. „У“ вырăнне вăсем ялан „о“-па калаçаççĕ: „кулать“ тиес вырăнне „колать“ теççĕ; „пек“ тиес вырăнне „пак“ теççĕ. Тум тумланнă тĕлтен вăсем пушшех, тата ытла паллах, уйрăм тăраççĕ. Вăсем шурă сăхман тăхăнса, урисене хура тăлла сырса çӳреççĕ. Çула тата арçыннисем (хăш-хăш вырăнта) пайтахăшĕ çӳллĕ тӳпеллĕ шĕлепке тăхăнса çӳреççĕ. Хĕр-арăмĕсем çула шурă шупăр тăхăнса, урисене хура тăлла сырса çӳреççĕ; хĕлле шурă сăхман тăхăнса çӳреççĕ. Çăпатисем пĕчĕк пуçлă, пуçĕсене чĕрсе тунă çăпатасем пулаççĕ. Ури тунисене темĕн тăршшĕ тăлла чăркаса тукмак ура туса, çăпати кантăрисемпе чăркуççине çитичченех хитрен хĕреслесе чăркаса хăпараççĕ. Пирĕн патрисем вăсене „яка“ теççĕ. Чăнахах та вăсем яка çӳреме юратаççĕ. Çула пулсан вара, пасара тухсан, вир-ял хĕр-арăмĕ çинче пĕр тусан пĕрчи кураймăн: çăпатисенче, çăпати кантăрисенче пĕр сӳсленчĕк кураймăн: шăрçа пек яп-яка, çап-çутă; хăйсем шĕлкемисемпе, сурпан çаккисемпе, тенкĕллĕ мăйисемпе ялтăртаттарса, шанкăртаттарса йăлкăшса анчах çӳреççĕ. Пирĕн анатри (кал енчи) чăвашсем вăсене „Вир-ялăн какрашки арăм пулсан ланчашки,“ теççĕ; çăпати кантăрисем çинчен: „Вир-ялăн çăпати кантăри тăхăр хăлач,“ теççĕ; „вир-ялсем вăсем мухтанчăк, какрашка,“ теççĕ. Арăм пулсан вир-ялсем анатри чăваш арăмĕсем пекех пуçĕсем урлă пĕкĕ пек масмак хурса çӳреççĕ. Сурпанĕсем, ансăрскерсем, мăйра анчах яваланса çӳреççĕ. Хăш чухне масмакки пуçĕ çинчен каялла кайса ӳкет те, пирĕн вара ăна кулса: „Вир-ял арăмин лаши тăварăннă, пĕкки каялла кайса ӳкнĕ,“ теççĕ. Арăм пулса пĕр-икĕ ача тусан вара унăн какрашки-пĕкрешки лăштах тухса ӳкет: çӳçне-пуçне пуçтараймаçт, кĕпи-йĕмне таса тытаймаçть, час-часах кĕпи арки вĕçĕнче ача пăхĕ сап-саррăн курăнса çӳрет; пӳртне-çуртне те çавăн пекех тирпейлĕ тытаймасть — латти пĕтĕмпех пĕтет килĕнче, пĕр пасара анчах çиççĕ тухма пĕлет. Вăсенчен хĕвел тухăçĕ еннелле анатри (малти, мал енчи) чăвашсем пурăнаççĕ. Вăсем Атăлтан пуçласа Йĕпреçпе Шăхрана çитиччен кăнтăрланалла, вăр-ялсемпе хиртисем хушшинче, тăрăхла-кăна пĕр лаптăк пек çĕре йышăнса пурăнаççĕ. Çав лаптăкăн кăнтăрла енчи пуçĕнче кушлавăшсем те çак анатри чăвашсемпе хисепленеççĕ. Кушлавăш, Уравăш, Хир-пуç, Утар, Рунк чăвашĕсем, хăйсем, хĕр-арăмсем тумланнипе вир-ял та мар, хирти-анатри те мар. Вăсенĕн çывăхнерехри вир-ялсем вăсене кушлавăшсем теççĕ; катари Йетĕрне патĕнчи, Кăрмăш çинчи вир-ялсем вăсене анатри (мал енчи) чăвашсемпе хисеплеççĕ, çывăхарахри хиртисем кăшт урăхларах калаçнăшăн, хĕр-арăмĕсем урăх тĕрлĕрех тумланнăшăн виç-ялсем вырăнне хуçасшăн. Мĕн пур чăваша лайăх тĕплесе йĕрлесен темиçе пая та уйăрма пулать. Вĕт-шакпа чăвашсене темиçе пая уйăриччен эпĕ вăсене, мĕн пурне, виçĕ пая уйăратăп; çавăнпа Кушлавăш чăвашсене анатри чăвашсем çумне кайса хуратăп. Пĕтĕмпех анатри чăвашсем пек пулмасан та, тумланасса та калаçасса та вир-яалсем пек те мар, хиртисем пек те мар, çав анатри чăвашсем пекрех калаçса тумланаççĕ. Арçыннисем хура сăхман е кăвакрах сăхман тăхăнса, урисене шурă тăлла сырса çӳреççĕ; çула пуçĕсене е пĕчĕк çĕлĕк, е карттус тăхăнаççĕ. Çăпатисем вир-ялсен пек шăраçласа тунă вăрăм кантăраллă çăпатасем мар. Хĕр-арăмĕсем е пир тăлла сырса çӳреççĕ, е шурă çăм тăлларан (пасар тăллинчен) тунă чăлха тăхăнса çӳреççĕ. Кĕписем е чĕрлесе тунă шурă кĕпесем пулаççĕ, е хăйсем хĕрлĕрен, кăвакран тĕртсе тунă пиртен (улачаран) çĕленĕ кĕпесем тăхăнса çӳреççĕ. Юçĕсене тĕрлĕ тĕслĕ вырăс туттăри çыхса çӳреççĕ. Урисене пир тăлла сырнă пулсан çăпати кантăрисемпе кăшт вир-ял манерлĕрех çӳлелле чĕркесе хăпараççĕ; шурă чăлха тăхăннă пулсан, çав чăлха çинчен тата тепĕр ура пакăлчакĕнчен иртекен хура чăлха пуçĕ тăхăнса, çăпати кантăрине пĕр çĕре чĕркесе, чăлхине антарса ăна атă хуçланчăкĕ пек туса çӳреççĕ. Арăм пулсан пуçне сурпан сырăнса ĕнсе хыçне, мăй таврашне çынна кăтартмасăр çӳреççĕ. Хĕрсем çула туя кайнă чухне пуçне тухья тăхăнаççĕ. Вир-ялсен тухья таврашĕ, сăрка таврашĕ çук. Ĕлĕк çав тухьясене, сăркасене пăраçниксенче (уявсенче) те тăхăннă та, халĕ туя кайнă чухне те пурте тăхăнмаççĕ. Сурпанĕсем те вăсенĕн, масмаккисем те, пуç-йĕпписем те вир-ялсен пек мар: сурпанĕсем вăрăмрах, сарлакарах; масмаккисем сарлака та кĕске, тĕррисем лешсенчен начартарах; пуç-йĕппи те кĕске те, тенкисене вир-ялсенни пекех нуммай çакса тултарман. Вир-ял арăмĕсен хăлхисем, ĕнси хыçĕсем курăнсах çӳреççĕ, пирĕн арăмсен вăсем курăнмаççĕ. Вăсем саланнă пуçĕсемпе хунешшĕсене те тата урăх ют çынсене те курăнсан аван мар теççĕ. Çаплах тата çара уранăн та вăсен куçне курăнмаççĕ. Çав йăлана лайăх тытса тăракан хĕр-арăмсенне упăшкинчен пуçне урăх арçынсем хайсем виличченех вăсен пуçне, урисене куримаççĕ. Арăмсем хăнана-мĕне кайнă чухне пуçĕсене пуçлă туттăр çыхса каяççĕ, ун çинчен кăримĕски çĕлĕк тăхăнаççĕ. Çула пулсан çав пуçлă туттăра е вырăс туттăри анчах çыхаççĕ. Вырăс туттăрине пуç тăррине анчах та çыхаççĕ тата майралла та çыхса çӳреççĕ; пуçлă туттăрне те икĕ тĕрлĕ çыхаççĕ: е тавăрса çыхаççĕ, е çыхса икĕ вĕçне тан туса çурăм çинелле усса яраççĕ. Вир-ялсен пуçлă туттăр çыхмаççĕ, яланах вырăс туттăри çыхса çӳреççĕ е катам пиртен тунă вырăс туттăри пек тăватă кĕтеслĕ шурă туттăр çыхса çӳреççĕ. Вир-ялсем вăсем мĕн пурĕ те Кăрмăш уесĕнче, Чикме уесĕнче, Шупашкар уесĕнче, Петерне уесĕнче анчах пурăнаççĕ. Шупашкарпа Етĕрне уесĕнче те пĕтĕмпех вир-ял мар. Шупашкар уесĕнче вăсем хĕвеланăç енчи чиккинелле анчах пурăнаççĕ. Ытти (урăх) çĕрте анатри чăвашсем пурăнаççĕ. Вир-ялсемпе анатри (малти) чăвашсен чикки акă çаплă: Анаш тиекен чикӳллĕ ялтан хĕвел анăçнелле, Шăхчасем-мĕнсем еннелле, вир-ялсем пурăнаççĕ, вăсенчен малалла анатри (мал енчи) чăвашсем пурăнаççĕ. Унтан Иккассисене хĕвел-анăçнелле хăварса Шупашкар уесĕпе Çĕрпӳ уесĕ тата Етĕрне уесĕ чиккисем пĕр çĕре пулнă çĕрелле пырсан, хĕллехи хĕвел-анăçнелле (сылтăмалла) вир-ялсем юлаççĕ, çулахи хĕвел тухăçнелле анатри чăвашсем пурăнаççĕ. Унтан Патĕр-ялне (Богатырева) çитсен вăл ялта вир-ялсемпе анатри чăвашсем хутăшах пурăнаççĕ. Вăл ялтан вăсен чикки Пысăк Çавал урлă каçса Супарпа кайса Çĕрпӳпе Етĕрне чиккипе Çарпуçпе çитичченех: сылтăм енче вир-ялсем пурăнаççĕ, сулахай енче анатри чăвашсем пурăнаççĕ. Çарпуçĕнче анатри чăвашсем пурăнаççĕ. Чарпуçĕнчен пуçласа вăсен чикки Етĕрне уесĕ çинерехрен икĕ уес чикки хĕррипе пырать: Кипекпе Туçи-Çармăса сылтăма хăварса, Етерне уесĕнче тăракан Сĕрелсене сулахая хăварса, Мăн Санар урлă каçса, Пĕчĕк Санара çитиччен сылтăмра вир-ял пулаççĕ, сулахайра анатрисем пулаççĕ. Çĕрпелĕнче анчах анатри чăвашсем вир-ялсемпе çывăх тăнипе халĕ ĕнтĕ пĕтĕмпех вир-ялсем пек тумлана пуçларĕç. Унтан малалла вĕсенен чикки Хир-пуçĕнчен Пĕчĕк Санар тăрăх Санар пуç патнелле хăпарса, Вăта-Çуна çырмипе рашча виттĕр тухса, Упнер урлă каçса, Сăр вăрман сăмсине тăрăнать. Çапла пынă чухне сылтăма юлакан ялсем: Çармăссем (Хурăнсур), Санар пуçĕ, Елменсем, Иртеменкассисем, Çĕн-ял-Хапăç, Кив-ял-Хапăссем, Упнер-Ханăссем пурте вир-ялсем пулаççĕ. Чарпуçĕнчен пуçласа Етĕрне уесĕнчи сулахай енне юлакан чăвашсем, Уравăшпа Хир-пуç. Утарва Рунк тата мĕн пур Кушлавăш анатри чăвашсем çумăнче тăраççĕ. Çав Етĕрне уесин пĕр кĕтессинчи анатри чăвашсем çумăнче тăракан чăвашсем анатри чăвашсенчен кăшт урăхларах тата. Калаçассине те пĕр пекех калаçаççĕ, анчах хĕр-арăмĕсем урăхларах тумланаççĕ — çавăнтан кăшт уйрăмми пур. Чăн анатри (пайăрах анатри) чăвашсем сурпанпа пĕтĕм пуçне чĕркесе пĕр çуç пĕрки те катартмаççĕ, Кушлавашсем, Уравăш таврашсем, Сĕрелсем, Чарпуç таврашсем пуçне сурпанпа хыçалтан икĕ тăнлава çитиччен явалаççĕ те унтан çиелтен пуç-йĕппипе пустарса, йĕпписемпе масмака икĕ енчен чиксе хурса хытарса хураççĕ, çавăнпа сурпанĕ хыçалтан вир-ялсен пек ĕнсе çине кайса лармаçть. Çаван пек чăвашсем çав ялсем анчах мар; тата Çĕрпӳ уесин Ачча (Ачакасы) прихутĕнчи чăвашсем те пуçĕсене çав Кушлавăш, Уравăш, Сĕрел, Чарпуç чăвашĕсем пекек сырăнаççĕ. Ытти тум тумланас тĕлтен лешсем те кусем те пĕрехрехех, ытла пайăрах пĕр-пĕрне уйăрса тăракан япала çук; арçыннисем те хĕлле те çула та пĕр пекрехех тумланаççĕ. Анатри чăвашсенчен чукун çул урлă лерелле вара хирти чăвашсем пуçланса каяççĕ. Хиртисем тесе Чĕмпĕр кĕпĕрнинче, Тетĕш уесĕнчĕ, Çĕрпӳ уесĕнче пурăнакансене калаççĕ. Хирти Тăвашсем анатри чăвашсенчен тумтир тĕлĕшĕнчен те калаçна тĕлĕшĕнтен те уйрăлаççĕ. Хиртисен арçынĕ-хĕр-арăмĕпех шурă çăм тăлларан тунă чăлха тăхăнса çӳреççĕ. Арçыннисем шурă кĕпе-йĕм пĕртте тăхăнмаççĕ: пурте хăйсен хĕр арăмĕсем тĕртсе тунă е кăвак улача е хĕрлĕ улача тăхăнса çӳреççĕ. Хĕр-арăмĕсем пуçĕсене малти чăвашсем пек, пĕр çӳç пĕрчи кăтартмичченех, сурпан сырăнаççĕ те, анчах кĕпи-йĕмĕсем шурă мар. Каллех сурпанĕсем те анатри (малти) чăваш арăмĕсем пек мар, урăхларах, сарлакарах; сурпан, пуçĕсем тата хитререх пулаççĕ. Кĕписене, хăйсен улачисенчен тутар арăмĕсен кĕпи евĕрлĕрех, вырăссен сараппанĕсем евĕрлĕрех кĕпесем çĕлесе тăхăнаççĕ; аркисене, кĕпи умĕсене вăсем тутарсен пек темĕн тĕрлĕ пусмапа (пасар таварĕпе) тытса эрешлесе пĕтереççĕ. Пуçĕсене пуçлă туттăр çыхмаççĕ, пурте вырăс туттăрине майралла анчах çыхса çӳреççĕ. Çиялтан тăхăнакан тумтирсем анатрн чăвашсеннипе пĕрех: уйрăм-уççи çук. Тата хирти чăваш арăмĕсем анатри чăвашсемпе вир-ялсенчен акă мĕнпе уйăрăлаççĕ: хиртисен хĕр-арăмĕсем мĕн пур чăвашсем (арçынсем) тăхăнса çӳрекен йĕмех тăхăнса çӳреççĕ, вир-ялсен хĕр арăмĕсемпе анатри чăваш хĕр-арăмĕсем тăватă кантăраллă шурă йĕм тăхăнса çӳреççĕ. Вăл йĕм питĕ шалпар та, унтан кулса ăна пĕлекен хиртисем: „Вăсем кĕрептук тăхăнса çӳреççĕ,“ теççĕ. Икĕ малти кантăрисемпе хире-хирĕç каялла çыхса хураççĕ, икĕ хыçалти кантăрисемпе малтан çыхса хураççĕ. Тула тухас пулсан кайри кантăрисене анчах салтса тула тухаççĕ. Вир-ялсем анатри чăвашсемпе хиртисем çинчен, кулса: „Вăсенĕн урисене пушă аврипе çапсанах хуçăлмалла,“ теççĕ. Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи (хирти) чăвашсем вир-ялсене „хура урасем“ теççĕ; тата Пăва уесĕнчисем хăшĕ-хăшĕ „виртисем, виреллисем“, теççĕ. Уфа (Йĕпхӳ) кĕпĕрнинчи, Самар кĕпĕрнинчи нуммайĕшĕ анатри чăвашсем патĕнчен куçса кайнă та, халĕ вăсем хирти чăвашсем пек калаçаççĕ. Кĕпи-йĕмĕсем хиртисенчен те урăхларах пулса вырăссен манерлĕ пулса кайнă. Вăл кĕпĕрнесенче чăвашсем пуррине ĕлĕкрех кунти чăвашсем пĕлмен те. Калаçнă тĕлтен те тата анатри (малти, мал енчи) чăвашсемпе хирти чăвашсен хушши уйрăмми пур: анатри чăвашсем „хăпар“ теççĕ, хиртисем „улăх“ теççĕ; анатрисем хиртисене: „вăсем çыпăçтарса калаçаççĕ,“ теççĕ, хиртисем анатрисене — „вăсем чĕлхе вĕççĕн калаçаççĕ: пулат темеççĕ, пулать, каять тесе калаçаççĕ“ теççĕ. Хиртисемпе анатри (малти, мал енчи) чăвашсенĕн чикки Йĕпреçрен (Ибреси) пуçласа Тĕрлемесе (Тюрлема) çитиччен чукун çул тăрăх пырать (приблизительно). Чукун çулăн сулахай енче анатри чăвашсем пулаççĕ, сылтăм енче хиртисем пурăнаççĕ. [Дальше пишет по-русски]. Такое разделение чуваш на анатри, хирти, и вир-ял имеют чуваши Ядринского, Чебоксарского и отчасти Цивильского уездов. Некоторые интеллигенты-чуваши, особенно чуваши Буинского уезда, такое разделение представляют иначе. Последние делят их на вăрмантисем, виреллисем и хиртисем, но при этом они не руководствуются строго наречием и разделением их по одеянию, которое относительно женщин дает повод строго разделять их на три группы, по вышеописанным приблизительным границам. При таком разделении чуваш не принимаются во внимание чуваши Самарской, Саратовской, Оренбургской, Уфимской, Тобольской и Томской гурерний.“ Перевод. Чуваши низовые, степные и вир-ял (верховые). Наши чуваши разделяются на три группы: на визовых, степных и вир-ял (верховых). Вир-ял говорят грубо, во весь рот. В словах они звук у употребляют мало, вместо звука у говорят на о; напр., вместо кулатьколать, а вместо пекпак. Что касается одежды, то они еще больше отличаются (разнятся) от других чуваш. Они носят белые кафтаны и черные онучи. Мужчины летом местами носят высокие шляпы с подхватом. Женщины летом носят кафтанчики из белого полотна, а зимою-белые кафтаны, и обуваются летом и зимою в черные онучи, при чем навертывают их так толсто, что ноги образуют из себя настоящие колотушки. Лапти у них с маленькими головками, которые отделываются более мелким плетеньем. Оборы очень длинны и красиво навертываются крест-на-крест до самых колен. Наши чуваши называют их франтами. Действительно, они любят одеваться. Когда вирьялка выйдет на базар, то на ней не увидишь ни пылинки; ни на лаптях, ни на оборах не найдешь ни мохра, ни задоринки: все гладко и блестит, как бусинка. Весело ходят оне, сверкая и позванивая своими шельдемами, сурпан çакки и ожерельями из крупных серебряных монет. Наши, т. е. низовые чуваши, говорят про них с насмешкой: „Вирьялка форсит только пока в девках, а выйдет замуж, так на нее срам посмотреть“. Над оборами тоже смеются и говорят, что оне длиною в девять сажен. Их считают хвальбишками и форсунами. Замужние женщины у вирьялов, как и у низовых, понерек головы носят масмак. Их узкие сурпан треплются вокруг шеи. Иногда масмак у них слезжает назад; об этом тоже отзываются с насмешкой, говоря: „У вирьялки распряглась лошадь — дуга свалалась назад“. После двух-трех родов у вирьялки пропадает весь форс: она ходит косматой, растрепанной, в грязной рубашке; часто можно заметить по краям подола желтые пятна от испражнений ребенка. Так же мало смотрит она и за чистотой в избе. (Прежний) форс появляется у нее только тогда, когда она собирается на базар. От них к востоку живут чуваши низовые (восточные, живущае к востоку) они живут между вирьялами и степными чувашами (хирти) и занимаюг продолговатую полосу, начиная от р. Волги и до станций Ибреса и Шихраны Московско-Казанск. железн. дороти. Чуваши, живущие на южном конце этой полосы и называемые кушлавăшсем (кошлоушинские), тоже входят в число низовых чуваш. Кошлоушинские, ораушинские, хириосинские, отарские и рунгинские чуваши, по одежде женщин, и не вир-ял, и не низовые, и не степные, а представляют из себя как-бы особую группу. Ближайшие вирьялы прямо называют их кошлоушинекими; вирьялы, живущие в отдаленности, около г. Ядрина или в Курмышском уезде, считают их низовыми чувашами, а ближайшие степные чуваша, из-за небольшой разницы в говоре и одежде женщин, склонны считать их вирьялами. Строго говоря, чуваш можно делить и на большее число групп. Не разбирая их по мелочам, я разделяю их на три группы; потому и кошлоушинских чуваш я причисляю к низовым (анатри). Хотя они не совсем похожи, как на вир-ял, так и на низовых (анатри), но в общем они, по говору и по одежде, гораздо ближе к низовым. Мужчины носят черные или сероватые кафтаны, обуваются в белые суконные онучи (покупаемые на базарах); летом ходят либо в фуражках, либо в маленьких шапочках. Лапти оляповатые, а не тщательно сплетенные и разукрашенные, как у вир-ял, и оборы не длинные. Женщины обуваются либо в портянки (нарочно для того сотканные), либо носят чулки, сшитые из белого же базарного сукна. Рубашки (верхнее платье) носят сшитые из белого холста и вышитые узорами, или же сшитые из пестряди, сотканной с синими и красными тонкими полосками по красному полю. Повязываются ситцевыми платками разного цвета. Если ноги обуты в портянки, то оне обертываюг их оборами немного похоже на вир-ял; а если ноги обуты в белые чулки, то поверх этих чулок из базарного сукна надевают еще черные носки домашней вязки; эти носки обертывают оборама не как вирьялы, а вплотную, и оборы лежат рядышком, у самой щаколотки; затем чулки спускают к носкам, и они образуют нечто похожее на складки сапог. Замужние женщины голову обертывают сурбаном и никогда не оставляют шею голою. Девушки, летом, когда едут на свадьбу, надевают тухья (особый головной убор девушек). У вирьялок ни тухья, ни сăрка (украшение из монет и бус, носимое девушками на груди и спине) не бывает. Раньше эти тухья и сăрка носили и в христианские праздничные дни и в свои языческие праздники, а теперь эти уборы надевают только на свадьбах, и то не все. У них сурпан, масмак и пуç-йĕпии (головные уборы женщин) не похожи на вирьяльские: сурпан длиннее и шире, а масмак — короче и шире, и узоры на нем похуже, чем у вирьялов; пуç-йĕппи (убор на задней части головы) короче, и серебряных монет на нем не навешано столько, сколько у вир-ял. У вирьялок всегда видны уши, шея и затылок, а у женщин анатри их не видно. Оне не показываются простоволосыми (ни деверьям), ни свекрам, ни чужим людям: это считается неприличным. Точно так же не показываются оне перед ними и босиком. Женщину, строго соблюдающую этот обряд, никто кроме мужа не увидит до самой ее смерти простоволосою или босою. Когда женщины едут в гости, то повязываются самоткаными платками и поверх платка надевают еще каракулевую или барашковую шапку. Летом оне повязываются лишь платками: либо самоткаными, лабо ситцевыми. Тот и другой повязывают двояким способом: ситцевым платком или повязываются поверх головы так, чтобы он обхватывал гоюву как татарская тюбетейка, или же повязываются им так же, как и русские женщины. Самотканые платки повязывают на подобие татарской чалмы (обхватив им голову и завязав его раз на затылке, оставшиеся концы завязывают спереди надо лбом, причем кониы платка торчат па голове в виде рогов), или же завязываюг этот самотканый платок на затылке, при чем длинные концы его закидываются назад и свободно висят на спине. У вирьялок этого самотканого (полотенцеобразного) платка нет, оне носят исключительно ситцевые платки, а также самотканые бумажные четырехугольные платки белого цвета, похожие на ситцевые. Вирьялы живут лишь в Казанской губернии, в уездах: Козмодемьянском. Чебоксарском и Ядринском, и в Курмышском уезде Симбирской губернии. В Чебоксарском и Ядринском уездах не все чуваши вирьялы. В Чебоксарском уезде они живут только вблизи западной границы, а в остальных местах этого уезда живут низовые чуваши. Граница между низовыми чувашами (анатри, мал енчи) и вир-ял приблизительно такая: от с. Абашева, Чебоксарского уезда, к западу, в сторону дер. Шăхча, живут вирьялы, а к востоку от этого села — низовые чуваши. Потом, если итти к тому месту, где сходятся границы Чебоксарского и Ядринского уездов (около села Богатырева), оставляя деревни 1-е и 2-е Икково к западу, то направо, к юго-западу, живут вирьялы, а налево, к северо востоку, живут низовые чуваши. Затем, в Богатыреве живут смешанно и вирьялы и низовые чуваши. От этого села граница между ними идет через реку Большой Ци(ы)виль, в дер. Супар (Субар), Ядринского уезда, а дальше, по границе Цивильского и Ядринского уездов, идет до с. Ямашева (Чарпуç). От Ямашева граница между этими двумя группоми вдается в Ядринский уезд и проходит между с. Малыми-Яушами и д Туçи-Çармăс с правой стороны и старыми и новыми Сурьялами (Сĕрьел) с левой, переходит через речку Большой Санар и приходит на речку Малый Санар. Таким образом, направо от этой линии остаются вирьялы, а налево — низовые чуваши. Только жители с. Янгорчина (находящегося на этой линии), так как они живут на очень близком расстоянии от вир-ял, в последнее время начали одеваться по-вирьяльски. Дальше эта же граница от деревни Хирпосей поднимается по наиравлению к дер. Санар-пось, по реке Малый Санар и по притоку ее Вăта-çуна, проходит через Корабельную рощу и р. Упнер (приток Мал. Цивиля) и упирается в угол Сурского леса (Кирского лесничества). Итак, деревни Хурăнсур-Çармăс, Альмени, Санар-поси, с. Артеменкино, Новое и Старое Абызово, Упнер и др., остающиеся направо, будут вирь-яльскими, а налево, начиная от Ямашева, деревни, находящиеся в пределах Ядринского уезда: Орауши, Хирпоси, Отары, Рунги и все Кошлоуши (несколько селений) считаются населенными низовыми чувашами. Вот эти чуваши, находящиеся в одном углу Ядринского уезда, хотя считаютея низовыми, но несколько от них отличаются. Говорят они так же, как и низовые, но женщины одеваются иначе — в этом и разница. Настоящие низовые женщины сурбаном обертывают всю голову, так что у них не видно ни одного волоска на голове, а эти (кошлоушинские, ораушинские и окружающих их селений, Сурьяльские, и Ямашевские) обвертывают голову сзади до висков, сзади же, вровень с верхними краями сурбана, накладывают пуç-йĕппи в двумя концами последней, оканчивающимися булавками, прикрепляют сурпан к масмак, который вдет через голову, от уха к уху, и завязан под подбородком. Вследствие такого прикрепления сурпан у них не сьезжает на шею, как у вирьялок. Такие чуваши есть еще рядом с ними, и в Цивильском уезде ими населен весь Ача-касинский (с. Татмышево) приход. Их женщины тоже одеваются так же, как кошлоушинские, ораушинские и ямашевские. Что касается верхней одежды (кафтанов, платков) и обуви, то в этом отношении особенного различия между кошлоушинскими и анатри нет. Мужчины летом и зимою одеваются там и здесь одинаково. За низовыми, по другую сторону железной дороги, идут селения степных чуваш. Степными чувашами называются чуваши Симбирской губернии, а также Тетюшского и Ци(ы)вильского уездов Казанской губ. Степные чуваши отличаются как по одежде, так и по говору их. Степные чуваши, мужчины и женщины, носят чулки, сшитые из белого сукна. Велых рубах из самотканого холста они совсем не носят, а носят пестрядь (улача). Женщины их, как и низовые чувашки, обвертывают сурбаном всю голову, но белого костюма (кроме сурпан) у них нет. Их сурбаны отличаются от низовых тем, что они у последних (низовых) бывают шире и концы их красивее. Рубашки (верхнее платье) шьются из своей пестряди на татарский или русский лад: оне отчасти похожи и на татарские платья, а отчасти и на русские сарафаны; грудь и подол рубахи отделывают ситцами разного цвета, по татарской моде. Оне не повязываются самоткаными домашними полотенцеобразными платками, но все без исключения носят ситцевые платки. Верхняя же одежда у них одинакова с ниаовыми. Только женщины степных чуваш от низовых и вир-ял резко отличаются еще тем, что первые (хирти) носят те же портки, какие носят и мужчины. Женщины у вир-ял и у низовых носят портки с четырьмя гачниками (произн.: гашниками). Эти портки очень просторны в верхней части, и потому низовые чуваши, знающие это, смеются над ними и говорят: „Оне носят хребтуг“. Два передние гачника завязывают, обведя их по бокам, сзади, а два задних, также обведя их с двух сторон, завязывают концами спереди. Для отправления естественных нужд (praeter concubitum) развязывают задние гачники, завязанные спереди. Вирьялы смеются над низовыми и степными чувашами и говорят, что их ноги можно переломить одним ударом кнутовища (потому что оне очень тонки), а степные чуваши в свою очередь смеются над вирьялами, называя их черноногими. Многие чуваши Уфимской и Самарской губерний переселились от низовых, но теперь говорят как степные. Платье у них иное, чем у степных, и очень похоже на русское. Раньше многие из здешних чуваш даже и не знали, что там тоже живут чуваши. Разница в говоре низовых и степных чуваш заключается в том, что низовые говорят хăпар (поднимись), а степные улăх (поднимись). Низовые говорят о степных, что те говорят ясно, отчетливо, Степные чуваши говорят, о низовых, что они (анатри) „говорят кончиком языка“, т. е. букву „т“ произносят на конце слов мягко, напр.: пулать, каять и т. п., а надо будто-бы „пулат, каят“ и т. д. Приблизительная граница между низовыми и степными чувашами идет по линии Московско-Казанской железной дороги, от ст. Ибреси до ст. Тюрлема. По правую сторону от полотна железной дороги (к востоку) живут степньте чуваши, а по левую (к западу) — низовые. [Автор этой статьи написал ее не на чисто родном говоре, а на языке, довольно близком к книжному].

ана вăйĕ

(вы̆jэ, вы̆j), vis анa, a messoribus dicitur, cum peracta iam messe precantur agrum (ана), ut vires suas sibi impertiret. „Сила загона“. Сред. Юм. Анана вырса пĕтерсен выраканнисĕм ларса канаççĕ, ăна вара „ана вăй илни“ теççĕ. Когда выжнут загон, жнецы садятся и отдыхают: это называется „Получить силу от загона“. Череп. Ана вăйне илтĕр-и? т. е. совершили-ли вы упомянутый обряд? (Если его не соблюсти, то жнецы будут бессильны). В. Н. Карамалах это бывает так. Тырă вырнă чух анана вырса пĕтерсен юлашки кĕлтесене çыхаççĕ те, çав кĕлтесем çине ларса калаççĕ: „Ана вăй пар, пилĕке-çурăма тӳрлет, çак ана çинчен çавăн чухлĕ тырă пар!“ тесе ыйтаççĕ. Когда выжнут загон, то связывают последние снопы, садятся на них и говорят: „Загон, дай силу; поправь мне спину и поясницу; дай получить с этого загона столько-то хлеба! N. Ана, вăйна пар, киле тавăрăнсан хăйма пар, пилĕкĕн питтине, çурламăн шăлне пар. Тăкки-такки (надо: тăкки-акки; так в Череп.) ăшне кĕтĕр, тырри-пулли перекетлĕ пултăр“. Объясн. см. в Оп. чув. синт., 147. По толкованию одного чувашина, „вăйна“ означает здесь: „ту силу, которую мы затратили на тебя во время жатвы“ (Череп. скорее: „твою силу“). Ст. Чек. Анана вырса пĕтерсен, кĕлтесене çыхсан çынсем пурте: „Ана вăйма (вероятно: вăйна) пар, пилĕке-çурăма канма пар (ачаем ун çумне: „киле тавăрăнсан турăхпа çăккăр çиме пар“ хушаççĕ), тесе кĕлтесем çине е çара ана çинех лараççĕ. Кăшт ларсан ачасенчен пĕри е ваттисенченех: „Кам ана çеклет?“ тесе тăрат та, вара ун хыççăн пурте сиксе тăрса кĕлте тултса çĕмелсем тăваççĕ. Когда выжнут загон, все жнецы говорят: „Загон, дай мне твою силу, спине моей и пояснипе дай отдых“ (дети к этому прибавляют: „по возвращении домой дай (мне) поесть хлеба с квашеным молоком“), и с этими словами садятся на снопы или на голую землю. Когда немного посидят, кто-нибудь из ребят, а то и из стариков, встает со словама: „Кто поднимет загон?“. Тогда все вскакивают и начинают носить снопы и делать копны. Ib. Один закричит: „Кам ана çĕклет?“ (т. е. „кто ходит так тяжело или с таким трудом, точно он поднял на себе загон“). Если кто-либо не успеет встать с другими, то, значит, он как будто поднял загон, т. е. огромную тяжесть, и следовательно он неповоротливый человек, а потому и не мог встать с другими. Кто встает после всех ему говорят: „Эй, ана çĕклекен! ана çĕклерĕ!“ (т. е. эх ты, загон поднял!).

апат çи

(с’и), cibum sumere, завтракать, обедать, ужинать и т. п. Изван. Апат çисе тăрансан, когда пообедаю (-ешь, -ет, -ем, -ете, -ют), когда пообедал (ла, -ло, -ли). КС. Апат çияс-ха, хырăм выççĕр. Надо поесть — проголодался. КС. Апат çикалам-ха (i. q. çикелем-ха), вара тухăп. Я вот пообедаю, тогда выйду. В этом выражении „апат“ иногда ставится во множ. ч. тогда „апатсем çи“ или означает, что обед происходит в нескольких местах, или указывает не только на самую еду, но и на все те действия, которые ее сопровождали, или на ее продолжительность, основательность или важность. КС. Паян килсерен апатсем çиса çӳрерĕмĕр. Сегодня мы во всех домах ели. Çак килле-пырсан, апатсем çисен хĕрĕ унтах йĕрсе юлать. По приезде в этот дом, после того, как пообедают, невеста остается там и „плачет“. Череп. Апатсем çисен тухса кайăпăр. Позавтракаем (или: пообедаем, или поужинаем) и выедем. N. Апатсем иртсен (или: иртсе кайсан), после завтрака. ( Ст. Чек., Череп.). Орау. Апат çыма кил. Иди кушать (с нами).

апăшши

(scr. апăши), а V. апăшша? Кубово. Çак пӳртре апăшши (scr. апăши) пур. (Кĕл). В этой избе есть нечто несчастное. (Загадка: зола). Сf. апăрша, апăршша; v. кичем.

аппа мар

non ita, не так. Ст. Чек. Çук, вăл сăмах апла мар. Нет, эти слухи неверны. Ib. Çук, апла мар. Кӳр-ха, эп хам тăвам. Нет, не так. Дай-ка, я сам сделаю. Чăвашсем. 15. Çак киреметсем пурте пĕр пек мар: хăшĕ ытларах та хаяр, хăшĕ аплах мар, тет. Эти киремети не все одинаковы: одни из них очень злы, а другие — не столь злы.

ар ывăлĕ

(ар ывы̆л’э̆, „fiius- viri“), sive ар-ывăл, vir (verbuni iam paene obsoletum). Повидимому, это речение принадлежит более старинному или песенному языку. Альш. † Ай-хай мĕскĕн ар ывăлĕ! Çĕлĕкĕ хулĕ хушшинче, пуçĕ тӳре умĕнче. Ах, несчастный мужчина! Шапка у него подмышкой, а голова (т. е. он сам) перед начальником! Н. Карм. Алăк патĕнчи ар ывăлĕсем! çак куркана ĕçме эсир кӳнетĕр-и, çук-и? Мужчины, восседающие у дверей! согласны вы выпить этот ковш или нет? Альш. † Пĕртте ырпа усала, ай, курмасассăн епле пулса ӳсет-ши арăн ывăлĕсем! Как это может быть (т. е. не может быть), чтобы мужчина вырос, не испытав невзгод („добра и худа“)! С. Тайб. Б. † Ар ывăлĕ каят инçе çере. Мужчина уходит в дальнюю дорогу. (Солд. песня). Н. Якушк. Б. † Ах, аттеçĕм, аннеçĕм! ар ывăлĕ мар тесе, ама хĕрĕ теейсе, çурт хушас çук, тиейсе, çавăнпа парса ятăр пуч. Ах, батюшка и матушка! наверно, потому вы меня выдали, что не парень я, а девушка, и не могу ничего прибавить к дому. (Из „хĕр йĕрри“, плача невесты). Альш. Ар ывăл пурне те курать. Мужчина испытывает все. ЧП. Алăкран тухать ар-ывăл. Мужчина выходит из дверей дома. Микуш. Ар ывăлсем! ура çине тăрăр! Мужчины! встаньте на ноги. (Обращение к мужчинам во время обряда „савăш курки“). Çĕн-Кипек. Ар ывăлин (-ин’) чарнасси пур — ваттисен сăмахне астăвас пулать. Юноша должен знать меру и обращать внимание на слова старших. Ib. Ар ывăлĕн арçын шутне тытни паха. Важно, чтобы юноша во всем держал и вел себя как подобает мужчине.

ар-çури

ар-çори, ар-çурри, ар-çӳри (арз’удиы, арз’оϱиы, арз’уϱϱиы, арз’ӳри). i. e. quasi vir? Cf. ама çурри. Ita appellator daemonum silvestrium genus, capite permagno, oculis vero minutissimis, ut qui grani millii magnitudinem non excedant, qui viatores per silvosa loca iter facientes insectari creduntur identidem ciamantes, ut denticulos suos sibi comedendos praebeant; quos consecuti titillando interimere, dentesque eorum evulsos avidissime devorare dicuntur. Ex hominibus sepulcro carentibus fieri atque in varias formas transfigurari posse putantur. Ignem, aquam, salem, canem reformidare dicuntur. Quibusdam locis quasi in deorum numero habentur, sacrificiisque modicis honorantur. De his narrantur fabulae permultae, quas omnes hoc quidem loco recensere a proposito nostro alienum est. Alii (хиртисем) feminam esse volunt mammosam, inusitata magnitudine, quae ostendens genitalia cum risu impudentissimo viatores ad se vocare soleat; alii, omissa impudentia, pueros ab ea duos dorso portari dicunt, qui mammas eius ad tergum reiectas sugant. V. Paasonen H. Csuvas Szójegyzе́k, 51., Mе́szaros Gyula, A csuvas ӧsvallás emlе́kei, 51, 52 || Название лесного духа. Рекеев. У чуваш есть предание, что в старину в лесах жили арçурри — род обезьян, которые старались встретиться в лесу с человеком. Они очень любили полакомиться человеческими зубами, для чего щекотали человека, вырывали у него все зубы и глотали (их?). Арçурри отыскивал человека ло голосу, обманно отвечая на крик человека. Арçурри очень боялся рек, ключей и вообще воды. Приближаясь к человеку, он спрашивал: „Шыв вирелле каятна, шыв юхалла каят-на?“ (ты идешь против течения или по течению?). На что догадливые чуваши отвечали: „Юхалла, юхалла (по течению), чем и спасались от арçурри. Дело в том, что говорить: „шыв вирелле“ (против течения) нельзя было, потому что арçурри живо обежит исток или начало ключа или речёнки и живо явится к человеку; а если ответить ему: „шыв юхалла“, то он знает, что устье реки обойти невозможно, и оставляет человека в покое.“ || Говорят, что в прежнее время был обычай уводить в лес и умерщвлять больных, старых и увечных; души их, бродившие с криком по лесу, назывались ар-çури. || Якей. „Арçури — души убитых и не получивших напутствия (кĕл тутармасăр çапса пăрахнă çынсен чонĕсем). Шорк. Ар-çори — дух, обитающий в лесу; его можно видеть в разных видах. Он очень громко кричит, и если человек заплутается в лесу, то ар-çори откликается на его крик, сам зовет (его) и таким ооразом завлекает в самую глубь леса; иногда же сам гонится за человеком, зовет его по имени и хохочет. Избавиться от него можно крестом, вырезанным из земли. Ст. Чек. Арçури принимает разные формы, знает имя человека, щекочет его, и человек умирает. Нюш-к. Хĕр ача тăвса вăрмана кайса пăрахса витмесĕр хăварсан ултав ачи арçури пулать. Если девушка родит ребенка и бросит его в лесу, не прикрывши (землею?) то пригулыш обращается в арçури. V. Магн. 194. Ib. Çын шăмми те тăпра айне кĕмесен арçури пулать. Также если кости человека не будут зарыты в землю, то они обращаются в арçури. Ib. Арçури шăмă хышлакан кайăкран тарса çӳрет. Арçури убегает от зверя, который гложет кости. С. Хочашево. Арçорри тона-шăннинчен полать. Арçорри происходит из берцовой кости. Собран. Арçури вăл качча кайман хĕртен çуралнă, тет. Ăна çав хĕр çуратсанах сĕм вăрмана кайса пăрахнă, тет. Вăл вара ӳсе-ӳсе питĕ пысăк çын пулса виçĕ юман тăррине улăхса ларнă, тет. Унăн сăнĕ тĕм-хура, çӳçĕ вăрăм, тăват куçлă, тет; куçĕсем иккĕшĕ малта, иккĕшĕ хыçалта, тет. Виçĕ алăллă, виçĕ ураллă, тет. Çав ар-çури вăрманта хăй патĕнчен çын иртсе каякана çынăн ячĕпех кăшкăрат, тет; çынни те ăна хирĕç кăшкăрсан ун патне вăрмана шатăртаттарса пырат, тет те, тытса çисе ярат, тет. Говорят, что арçури родился от (незамужней) девушки. Мать, родив его, тотчас же отнесла новорожденного в дремучий лес и там его забросила. После этого он стал рости, и наконец обратился в огромного человека и засел на вершинах трех дубов. У ар-çури совсем черное лицо, длинные волосы и четыре глаза: два спереди и два сзади. У него три руки и три ноги. Человека, который проходит лесом мимо него, он кличет по имени, и если тот откликнется на зов, то арçури подбегает к нему, поднимая треск по лесу, схватывает его и съедает. Чуратч. Ц. Арçӳри вăрманта пурăнать. Вăл хĕр ачасем арçын-ачасемпе вылясассăн пулнă ачаран пулать. Хĕр ача çуратсан, çынсенчен намăс тесе, час-часах ачине вĕлерсе, çынсем сисеччен, пĕр-пĕр çырмана пăрахаççĕ. Хыпаланса вĕсем ачи çине пĕр тăпра пĕрчи те пăрахмаççĕ. Çавăнпа вара: тăпра сапманшăн, кĕлтумасăр вилнĕшĕн, тата хăй ачине хăй вĕлернĕшĕн, çав ача вăрмана кайса арçӳри пулат. Хăйне пăрахнă кун çав арçӳри кăçкăрса çӳрет, тет. Ар-çӳри живет в лесу. В арçӳри обращается ребенок, который родится в том случае, если девушки играют с юношами. Когда девушка родит, то, из стыда перед другими, часто убивает ребенка и бросает его тайком куда-нибудь в овраг. Второпях девушки (оставляют ребенка), не бросив на него ни одной порошинки земли: Поэтому ребенок, так как его не посыпали землею и не отпели, и так как мать убила свое родное дитя, уходит в лес и обращается в ар-çӳри. Говорят, что в тот день, в который его бросили, ар-çӳри ходит и кричит. СТИК. Чăвашсем каланă тăрăх (руссицизм) арçурри çынна питĕ кăтăклат: хăй ахăлтатат, хăй кăтăклат. Арçуррие вĕлерсен ун пĕр тумлам юнĕнчен тата арçурри пулса тăрат. Арçурри вăрманта пурăнат. Пĕрре пĕр çын арçуррие каçпа уйăх çутипе вăрман тăрринче çăпата туса ларнине курнă. Ун аллинче пĕр турат, тет, шĕшлĕ вырăнне. По словам чуваш, арçурри щекочет людей: сам хохочет, а сам щекочет. Если убить арçурри, то из каждой капли его крови нарождается новый. Арçурри живет в лесу. Однажды один человек видел вечером, при свете месяца, как арçурри сидел на дереве и плел лапти. В руке у него был, вместо кочедыка, сучек. Собран. Тата пысăк вăрмансенче ар-çурри пур, теççĕ. Вăл тĕклĕ, тет. Унăн пуçĕ пысăк, теççĕ, куçĕ вир пĕрчи пек кăна, теççĕ. Вăл çынна курсан: „Катьтя пар!“ тесе чупат, теççĕ. Вăл вăрманпа тан, тет. Еще говорят, что в больших лесах есть арçурри. Он покрыт шерстью. Голова у него большая, а глаза лишь с просяное зернышко. Говорят, что если он завидит человека, то бежит к нему и кричит: „Дай мне твои зубки!“ По своему росту он, будто бы, ровен с лесом. Арçури вăл вăрманта пурăнать тата вахăчĕ-вăхăчĕпе вăл лупашкара пурăнать. Вăл этем е пĕччен çĕрте пит аптăратать, вăл йытăран пит хăрать. Ăна йытăпа хăвалаттарсан вăл çине (i. е. çынне?) пит йăлăнса чарма хушать. Арçури живёт в лесу, а иногда и в овраге. Он очень одолевает человека, когда последний один, но очень боится собаки. Если станешь травить его собакой, то он начинает умолять человека, чтобы тот отозвал (унял) собаку назад. Якей. Ар-çури вăл хĕсепсĕр вилнĕ çынсенчен полать; вăсам вăрманта порнаççĕ. Вăрманăн тăват кĕтессинчен тăваттăн тохса кăçкăрса пĕр çĕре похăнаççĕ. Вăсам „онта кама, хăçан, хăш вырăнта хăратмаллине шотлаççĕ. Арçури çынна вĕлермест, анчах хытă хăратать. Люди, умершие неестественною (чувашин перевел: „ненормальною“) смертью обращаются в арçури; они живут в лесу. Четверо их выходят из чеырех углов леса и с криком сходятся на одном месте. Там они совещаются о том, кого, когда и в каком месте пугать. Арçури не убивает человека, а только очень пугает. Шерче-к. Арчури (ita tribus locis scr.) вăл питĕ хăратакан япала. Вăл усал сывлăш. Вăл сарăмсăр вăрманта пачăшка умăнче çылăхине каçарттармасăр, турă юнне сыпмасăр вилнĕ çынтан пулать, теççĕ. Тата калаççĕ: мĕлле майпа вилнĕ, çавăн пек курăнса хăратать, теççĕ: хĕлле сивĕпе шăнса вилнисем çулла та кĕрĕкпе... (hic non lrgitur) çунапа çӳреççĕ, теççĕ; йăвăç айне пулса вилни пĕрех-маях кăçкăрать, теççĕ; йăвăç каснă чух йăвăç çинчен ӳксе вилни йăвăçсене касса, çĕмĕрсе çӳрет теççĕ. Тата хăш-хăшĕ иртсе пыракан çын ятне каласа хыçран чупать, теççĕ. Ар-çури очень пугает людей. Он — злой дух. Говорят, что он происходит из человека, неожиданно погибшего в лесу, без покаяния и причащения. Говорят еще, что он появляется и пугает людей в том самом виде, в каком погиб: те, которые замерзли зимою, ездят и летом в шубе... и на санях; тот, кого задавило деревом, все время кричит; тот, кто, во время рубки, упал с дерева и разбился на смерть, рубит и ломает деревья. Некоторые бегут за прохожими и кличут их по имени. Ib. Çавăн пек виçĕ-тăватă хут тăварса ячĕ ман лашана арчури. Вара эпĕ шукăшласа илтĕм те ĕлĕкхи аслаттесен сăмахисене, кӳлтĕм лашана сулахая, вара киле тул çутăлнă çĕре лăп çитрĕм. Таким образом ар-çури распрягал у меня лошадь раза четыре. Тогда я вспомнил старинные дедовские рассказы, запряг лошадь на левую сторону, и к рассвету доехал до дома. ЩС. Хĕрсем, арăмсем хăйсен ачисене вĕлерсе упашкана пăрахсассăн вăсем ар çӳри пулаççĕ, тет. Если женщина или девушка убьет своего ребенка и забросит его в овраг, то он обращается в ар-çӳри. Собран. 195°. Ар-çури вăрманта пурăнать, теççĕ. Вăл арçури хĕр ача çуратса пăрахнăстерĕнчен (i. q. пăрахнăскерĕнчен) пулать, теççĕ. Вăрманта арçури кăчкăрнипе илтсессĕн хирĕç кăчкăрма юрамаçть: хирĕç кăчкăрсассăн килсе çисе ярать. Кăчкăрсассăн та тăват-пиллĕк хуччен кăчкăрас пулать, вара ар-çури: „Этем ывăлĕ-хĕрĕ мăшкăлать“, тесе пымаçть, теççĕ. Ар-çури живет в лесу. Говорят, что в ар-çури превращается ребенок, рожденный и брошенный девушкою. Если услышишь в лесу крик ар-çури, то на него нельзя откликаться, иначе он подойдет и съест. Если же откликнешься, то надо сделать это четыре или пять раз; тогда ар-çури скажет: „Это люди передразнивают меня“, и не подойдет. Собран. З77. Ар-çурие шыва май тесен пырат, тет, шыва хирĕç, тесен тарат, тет. Говорят, что если ответишь арçури: „По течению“, то он подойдет, а если скажешь: „Против течения“, то он убежит. (Это неверно, см. выше). Ямбулат. Вăл тата йытăран, вут-кăвартан, тăвартан питĕ хăрать, теççĕ. Говорят, что он (ар-çури) очень боится собак, огня и соли. Перв. Тувси. Арçури кӳлнĕ лашана тăварса ярать, теççĕ. Говорят, что ар-çури распрягает у проезжего запряженную лошадь. Ib. Чăвашсем: ар-çури çыпăçсан çăкăр татăки ун енелле утас (= ывăтас) пулать, теççĕ. Чуваши говорят, что если привяжется (на дороге) ар-çури, то надо бросить в него („в его сторону“) куском хлеба. N. Тăпра çын çине лекмесен ар-çури (scr. ара çури) полать. Если на умершего не попадет земли, он обращается в ар-çури. Сред. Юм. Ар-çӳрин тõмтир пõлать, тет; çав тõмтире тõпса тăхăнсан çынна никам та кõраймас, тет, õ вара таçта япала кĕрсе илме те пõлтарать, тет, пĕр пус õкçа тӳлемесĕрех. Çавăн пик пĕр çын вăт чăртнă (i. q. чĕртнĕ), тет те, çывăрма выртнă, тет. Хăй выртнă чõхне пĕр ар-çӳри пычĕ, тет, ăшăнма, тõмтирне астумасăр хăварнă, тет. Кõ çын çав тõмтире тăхăнса темле макаçăнсĕнчен кĕрсе тавар илсе тõхса тем пик пуйса кайнă, тет. Тулккĕ (тул’к’к’э̆) хывса пăрахма йорамас, тет, õ тõмтире. Çав çын пĕре хõларан таврăннă чõхне пит ăшă пõлса õрапа çине хывса хõнă, тет те, çавра çил пычĕ, тет, вĕçтерсе те, ар-çӳри тõмтирне вĕçтерерчĕ кайрĕ, тет. Çавăнтан вара ĕнтĕ халь никам та топаймас, тет, çав тõмтире. Говорят, что ар-çӳри носит одежду, и если кто-нибудь найдет ее и наденет на себя, то сделается для всех невидимым и тогда может всюду входить и брать товар, не заплатив за него ни копейки. Рассказывают, что однажды один человек разложил костер и лег спать. Пока он спал, к огню подошел погреться ар-çӳри, и ушел, позабыв у костра свою одежду. После этого тот человек заходил в самые лучшие магазины, забирал там товары и страшно разботател. Только, говорят, эту одежду снимать нельзя. Однажды, когда этот человек возвращался из города, было очень жарко, и он снял с себя одежду, оставленную ему арçӳри и положил на телегу. Вдруг поднялся вихрь и унес одежду. С тех пор, говорят, никто не может ее найти. Ib. Ар-çӳри çапăннă. Ар-çӳри çапăнса çынна чирлеттерет, тет. Леший натолкнулся. Говорят, что если на человека натолкнется леший, то человек захворает. V. Магн. 247, 112. С. Богатыр., Ядр. Пошăт каснă чох çак çынсен çывăхĕнчех ар-çори кăшкăрма поçларĕ, тет. Кăшкăрать, тет, хăй этем пек, анчах темиçе тĕслĕ саспа та, тет. Когда они рубили лыки, совсем близко от них стал кричать ар-çори. Он, будто бы, кричит по-человечьи, но на разные голоса. Ib. Пĕрре пĕр çын Шопашкара сотăпа кайнă, тет. Пер вăрмана çитсен каç полчĕ, тет. Пĕр çырма патне çитсен лаша омĕнче арçори шори! кăшкăрса ячĕ, тет те, лаша топах тăчĕ, тет, нимскер тусан та каймасть, тет, малалла. „Чим-ха, эпĕ илтнĕччĕ мĕн тумаллине“, тесе каларĕ, тет, çын. Вара йоман патак касрĕ, тет те, ăна çорса çурăкне савăл çапса лартрĕ, тет. Вара арçори: „Ай-ай, ай-ай!“ тесе кăшкăрма поçларĕ, тет. Унтан вара çын савăлне кăларчĕ, тет те, арçори тарчĕ, тет. Как-то раз один человек поехал в Чебоксары продавать хлеб. Доехал он до леса, и наступил вечер. На краю одного оврага вдруг впереди лошади раздался пронзительный крик арçори. Лошадь остановилась, как вкопанная, и ни за что не хотела итти вперед. „Постой-ка!“ сказал человек: „я слышал, что тут надо сделать!“ Он вырубил дубовую палку, расщепнул ее (с конца) и забил в расщеп клин. Как только он это сделал, арçори закричал: „Ай-ай! ай-ай!“ Тогда человек вынул клин, и арçури обратился в бегство. Панклеи. Ар-çури вăл вăрманта çапса пăрахнă çынсанчен полать, тет. Говорят что в „арçури“ обращаются люди, убитые в лесу. Хорачк. Арз’уϱи вы̆л п̚олны̆ без время (siс!) вилнэ̆ с̚ын. Арз’уϱиы полза. С’олда лы̆кра хы̆н’џа вилнэ̆ ҕон т̚оҕат. Арçури — человек, умерший безвременно (т. е. неестеств. смертью). Он обратился в арçури. Ежегодно, в день своей смерти, он показывается (на свет божий). — У М. Ваçильева ар-çури указывается в числе божеств 7-го разряда. || Convicium est in puellam non satis verecundam. Переносно „ар-çури“ означает женщину, похожую в своем поведении на мужчину, нескромную. Череп. Ку хĕр чисти ар-çурри! Эта девка большая безобразница! (ведет себя без скромности, свойственной ее полу). СТИК. Ахтар! арçурри-ĕçке çав! Ах, какая безобразница! || Сред. Юм. Ар-çӳри пик çõхрать. Кричит как „арçӳри“. Так говорят о том, кто очень кричит (пит çõхракан çынна калаççĕ). Абыз. Ар-çури пек сиккелесе çӳрет. Прыгает, как ар-çури (говорят об отчаянном. Çĕн-Кипек. „Вăл (хĕр-ача) арçури пек (арçын ача пек), тĕр тума та пĕлмеçть.“ Она (девушка), как ар-çури (как парень), и вышивать-то не умет. Некоторые говорят, что ар-çури — женщина, высокая, с большими грудями, с волосами до земли. Cf. Paasonen, Csuvas Szójegyzе́k, 5. Ст. Чек. Пăхрăм çул çине. Темĕскер çӳлĕ те хулăн çул çинче тăрат. Хĕр-арăм евĕрлĕ, пĕвĕ ман икĕ пӳ чухлĕ, хыçĕпе ман енелле тăрат, çӳçĕ ура тупанĕ таранчченех. Эпĕ вăл тăнă тĕле çитесси пĕр вунă хăлаçа яхăн юлса чарăнтăм. Мана хай япала ятпа чĕне пуçларĕ. Сасси хăйин ман салтакра вилнĕ юлташ сасси пек. Эпĕ чĕнмерĕм. Виçĕ хуччен чĕнчĕ. Унтан ман еннелле çаврăнчĕ те, ман патмалла ута пуçларĕ. Чĕччисем пăтавкка пек. Эпĕ турра асăнтăм та, виçĕ хут сăх-сăхрăм та яра патăм патакпа. Вăрман шăттăр-шаттăр, шăттăр-паттăр тăват; йывăçсем ӳксе пыраççĕ. Хай япала йывăçсене хирсе вăрман ăшне кĕрсе карĕ. Нумайччен шăттăр-шаттăр, шăттар-паттăр туни илтĕнчĕ. Эпĕ турра сăх-сăхрам та, виçĕ çухрăм вăрмантан тухачченех чупрăм. Хам курнинчен хам тĕлĕнетĕп. Çав арçури мар-им ĕнтĕ? Я посмотрел на дорогу. На дороге стояло что-то высокое и толстое. [Это существо] было похоже на женщину; ростом оно было выше меня вдвое; оно стояло ко мне спиною, и его волосы доходили до пят („до подошв“). Когда между мною и им оставалось около десяти сажен, я остановился. Существо стало звать меня по имени. Голос его был похож на голос моего товарища, умершего в солдатах. Я молчал. Оно назвало меня трижды. Потом (женщина) обернулась ко мне (лицом) и пошла ко мне. Груди у нее с пуловку (малёнку). Я помянул имя божие, перекрестился трижды, да как швырну палкой. Лес затрещал, деревья стали ломаться и падать. Существо скрылось в лесу, ломая (на пути) деревья. Долго слышен был треск по лесу. Я перекрестился и пустился бежать. Бежал я З версты, до тех пор, пока не выбежал из леса. Я и сам дивлюсь тому, что мне (пришлось) увидеть. Неужели это не ар-çури? Ib. Пĕр çын вăрмана лашине кайса янă, тет. Вăрманта çиме пит аван пулнă, тет. Çын килелле кайсанах вăрмантан арçури тухнă, тет те, лашана утланса кустарса çӳренĕ, тет. Лаша каçхине хап-хура шыва ӳксе тавăрăннă, тет. Хырăмĕ çатан (или: кĕççĕ) пек пĕрĕннĕ, тет. Çын тепĕр кунта çавăнтах кайса янă, тет, анчах хăй вăрман (йывăç) айне выртса лапшне куçласа тăнă, тет. Пычĕ, тет, лаша патне арçури. Утланчĕ, тет те, лаша çине, ну кустарса çӳрет, тет. Çын лашине вăрмана хăварса киле тавăрăнчĕ, тет те, ват çынсене каласа пачĕ, тет. Ват çынсем ăна лашин утланакан вырăнне сăмалапа сĕрсе яма шухăш пачĕç, тет. Тепĕр кун çын лашин утланакан çĕрне сăмалапа сĕрсе ярат. Арçури малтанхи пекех лаша çине утланчĕ, тет те, кустарса çӳрерĕ, тет. Каç пулсан арçури лаша çинчен анма пикенчĕ, тет, анчах кучĕ çыпăçса кайнă, тет. Лаша килелле ута пуçларĕ, тет. Хире тухрĕç, тет. Арçури çул тăрăх: „Хире тухсан хир кулли, яла кĕрсен ял кулли!“ тесе макăрат, тет. Арçури макăрнине итлеме пĕтĕм ял пухăнчĕ, тет. Лаша хуçи, лаши карташне кĕрсен, арçурие лаша çурăмĕ çинчен антарчĕ, тет те, хӳринчен тытса тикĕтленĕ пушăпа кутĕнчен: „Ан утлан! ан утлан ӳлĕмрен лаша çине!“ тесе каласа, çаптарчĕ, тет. Арçури çавăнтан вара лаша çине утлану пулмарĕ, тет. Один человек пустил в лес лошадь. Корм в лесу был хороший. Как только человек ушел домой, из леса вышла арçури, села на лошадь и пустилась на ней скакать. Вечером лошадь пришла домой вес в поту. Брюхо у нее до того сморщилось, что стало похоже на плетенку (или: на войлок). На другой день человек пустил лошадь туда же, но только сам лег под деревом и смотрел за лошадью. Пришла к лошади арçури, села на нее верхом, и ну скакать. Человек оставил лошадь в лесу, воротился домой и рассказал (о случившемся) старикам. Старики научили его намазать то место у лошади, где садятся верхом, смолою. На другой день он так и сделал. Арçури попрежнему села верхом на лошадь и пустилась скакать. Когда наступил вечер, арçури стала слезать с лошада, [но не могла], потому что задница пристала к лошади. Лошадь пошла домой. Выехали в поле. Арçури едет и плачет: „В поле выехала — посмешище полю, в деревню въеду — посмешище деревне!“ Вьехали в деревню. Арçури и здесь плачет и приговаривает: „В поле выехала посмешище полю, в деревню въехала посмешище деревне!“ Вся деревня собралась послушать, как плачет арçури. Когда лошадь вошла во двор, хозяин ее стащил арçури с лошади, схватил за хвост, взял намазанный дегтем кнут и давай пороть! Сам порет, а сам приговаривает: „Вперед не езди верхом! Вперед не езди верхом!“ С этой поры ар-çури перестала садиться верхом на лошадей. Ст. Чек. Арçурри чĕччисем мишук пек вăрăм, тет, çӳçĕ ура тупанĕнченех, тет. Чупса кайнă чухне ланк, ланк, ланк, ланк (scr. ланк, ланк, ланк, ланк) туса пырат, тет. Йăт-качăкаран, пушăран арçурри вăл хăрат, тет; пĕрре хĕнесе е касса тумлаттарнă тумлам юнĕнчен темĕн чухлĕ пулать, тет. Ята пĕлет. Шыва хирĕç çын патне пымас, шыва май пусан (= пулсан) час çитет. Çынна тытсан кăтăкласа вĕлерет те, шăлĕ малтине (Iеgе: малти шăлĕсене) кăларса илет. — Шыва хирĕç-и, шыва май-и? — Шыва хирĕç, шыва хирĕç! Груди у ар-çурри длинные, как мешки, а волосы до подошв. Когда она бежит, то груди так и болтаются. Ар-çурри боитоя собак и кнута; если ее прибить или порезать, так чтобы капнула капля крови, то, говорят, из одной капли сделается несметное множество (ар çурри). Она знает имя (человека). Она не подходит к человеку против течения, а если случится по течению, то настигает его очень скоро. Поймав человека, она щекочет его до тех пор, пока тот не умрет, и вынимает у него передние зубы. [Арçурри спрашивает:] „Против воды или по воде?“ [Человек должен отвечать:] “Против воды, против воды!“ Ib. Каттине пар! Дай зубки! [говорит ар-çурри]. Ib. Çăмкка! йăтту пур-и? пушу пур-и? — Пур, пур! Кил-ха кунта, ак парса ярап! Семён! есть у тебя собака и кнуг? — Есть, есть! Иде-ка сюда, я вот тебе дам!

ара

(ара). Coniunctio adversativa: at. Союз, выражаюший возражение, полное несогласие говорящего с тем, что ему пришлось услышать от своего собеседника, а также несоответствие наблюдаемого явления с тем, чего ожидали или хотели, или с тем, что должно было быть, или же с теми воззрениями, какие имел на тот или иной предмет говорящий. Нередко „ара“ начинает собою предложение, в котором высказывается указание ни некоторую как бы неуместность вопроса, заданного собеседником, причем самое дело выставляется настолько простым, что как бы не нуждается в разъяснениях; или же ставится в начале слов, которыми указывают на неуместность поступка или заявления, а также на отсутствие для него разумных оснований. Иногда союз „ара“ сообщает речи оттенок удивления, недоумения и вообще делает речь более оживленною. Букв., 1908, 19. Акка! ĕне пăрулама выртнă, кĕвелĕк парса яр-ха мана, тесе ыйтать, тет. — Ара, те пăрулама выртна халĕ вăл, те ахал, выртнă. Сестрица! (так обращается чувашка к женщине старше себя возрастом, если они обе выросли в одной деревне) у меня хочет телиться корова, дай-ка мне немножко закваски [сметаны (йӳç хăйма) или турăх, чтобы заквасить молоко]. — А неизвество еще, хочет ли она телиться, или просто так легла. В. Олг. Воç кĕпе çапат ара; кĕпе çумалла-и паян?! Да (ды̆) вон она белье колотит; разве сегодня моют („следует мыть“) белье?! N. Ара ăна çĕртен илнĕ, çĕре пытарса пăхам-ха. Да (что же я раздумываю-то) ведь это взято от земли, попробую-ка я зарыть его в землю Reguly, 521. Вăл исе кайни (i. е. кайнă-и) ара, эс она ятлатăн? Вăл исе кайман. Да разве это он взял? Зачем ты бранишь его? Он не брал („не уносил“). Ib. 524. Ара мен полĕ онта кайнăшăн? А что будет, если туда сходить? („за хождение туда“), т. е. не будет никакого наказания. Ib. 524. Ара айта кайăпăр, мĕн полĕ. Ну так что же? Идём, что будет. Ib. 522. Ара ма тавăрнтăн? Что же это ты вернулся? (или: зачем же ты вернулся?). В. Олг. Ара, кона хопма та астуман эпĕ! Смотри-ка (или: представьте), я даже забыла („не припомнила“) ее затворить! КС. Ара, эпех каларăм пать-и-ха (= пулать-и-ха)? Неужели действительно я сказал (это)? [букв.: „А что („и-ха“), неужели („ара“) выходит так, что („пать“) действительно („ех“) я сказал?“] (недоумение). Ib. Кам арă апла сăтăр турĕ пулать-ха ăна? Кому же это нужно было повредить его („кто же это, выходит, так повредил его?“) (недоумение). Ib. Ара çаннуна чĕртĕн тем! Да (ды̆) ты, я вижу, разорвал себе рукав! (неожиданность). В. Олг. Ста ара мĕнĕ, сăкманĕ? Где же это тот, как бишь его, кафтан-то? (сказал человек, ища кафтан и не находя его). Тоганаш. Эс мĕскерле çын ара? Что ты за человек? (т. е. странный чел.). Ходар. Ара эсĕ мĕскерле çын?! Мĕн хăтлантăн капла? Что ты за человек?! Зачем ты это сделал? Подгорное Ц. Ара, Иван, ма каласа (калаза) итлеместĕн-ха эсĕ? Что же это ты, Иван, не слушаешься? Микуш. Вара пĕри астуса каларĕ, тет: „Ара пирĕн чĕреп юлнă вĕт; атьăр-хă, ăна кайса чĕнер.“ Тогда один из них вспомнил и сказал: Да ведь у нас (еще) остался еж; идемте-ка, призовемте его.“ — Череп. Эпĕ ăна чĕннĕччĕ-çке ара! Да ведь я его звал (и мне непонятно, почему он не пришел). КС. Кĕнекене шырарăм-шырарăм, тупаймарăм. — Çантах пулĕ ара, шыраса пăх-ха татах. Я искал, искал книгу, и не нашел. — Да (ды̆) она, чай, тут же; поищи-ка еще. Ib. Ма чармарăн эсĕ ăна? — Ара асăрхаймарăм-çке эп ăна! Почему ты его не остановил? — Да ведь я его не заметил! Ib. Ара хăçан каларăм эп сана: „Ан кай“, тесе? Когда же [или: да (ды̆) когда же] я говорил тебе, чтобы ты не ходил? Ib. Эс мĕшĕн ăна вун-çичĕ пус анчах патăн? — Ара хамăн пулмарĕ-çке манăн! Почему ты дал ему только 5 коп. (17 коп. на ассигн.)? — Да (ды̆) у меня у самого не случилось (денег)! Ib. Çтан ара ăна асăрхаса çитеретĕн! Да (ды̆) где все эта заметишь! Ib. Паян хăнасам пурте килчĕç, кĕрӳсем килмерĕç; хытă каланăччĕ-çке-ха ара вăсене! Нынче все гости приехали, а зять (с женою) не приехал; а ведь, смотри, я им крепко наказывал (чтобы приезжали). Ib. Кунта-ç ара кăсам! Да (ды̆) вот где они! Ib.? Вăсем вырсарни-кон та ĕçлеççĕ тем ара! Да (ды̆) они, оказывается, и по воскресеньям работают! Ib. Санăн укçу-тенкӳ пур, тытăн сут тума. — Çапла та ара, тытăнма хăрап çав! у тебя деньги есть, примись торговать. — Да (ды̆) это так, но дело в том, что я боюсь приняться (за торговлю). Ib. Ухмах та ара апла тăвас çук. Да (ды̆) так (т. е. этого) и дурак не сделает! Ib. Ма суятăн? пурччĕ-ç ара! Да (ды̆) ведь было ([араб сăмахĕ]), что ты врешь, (что не было)? Ib. Ара, манах айăпа кăларатăр тем! Да (ды̆) вы, кажется, действительно меня обвиняете! (или: да вы как же это, неужели меня обвиняете?). Ib. Эпĕ урăх çĕре кайнă пулĕ, тесе; кунтах тем ара. Я думал, что он ушел (куда-нибудь) в другое место, а он, оказывается, здесь же. Ib. Эп: халăх саланнă пулĕ, тесе; саланман тем ара. Я думал, что народ уже разошелся, а он, оказывается, еще не разошелся (удивление). Унтан çиме тесе, (ашне) илнĕ, тет те, шăмми анчах, тет. „Ара ку тĕлĕкре çинипеле те пĕтет-ĕçке“, тесе тĕлĕнчĕç, тет, вара вырăспала тутар. Потом они взяли мясо, чтобы поесть его, но от него остались только кости. Русский и татарин удивились и сказали: „Представьте, оно исчезает даже и оттого, если его едят во сне!“ N. Ку ларчĕ, тет те, каларĕ, тет: „Часрах уçăр хапхана!“ тесе каларĕ, тет. Пичĕшĕсем калаççĕ, тет: „Ара, ухмах, лашасăр çуна каять-и?“ тесе калаççĕ, тет. Он сел (в незапряженные сани) и сказал: „Отворите поскорее ворота!“ Его старшие братья говорят ему: „Что ты, дурак! разве сани поедут одни, без лошадей? Микуш. Çапла пĕр çуртра çĕрле ĕçлесе ларнă, тет, пĕр карчăк анчах çывăрать, тет. Ларсан-ларсан ку карчăк тапратрĕ, тет, мĕкĕрме. Пурте шартах сикрĕç, тет. Нумай та мĕкĕрмерĕ, тет, вăранчĕ, тет. — „Ара мĕп пулчĕ сана!“ тесе ыйтрĕç, тет ларакансем. Однажды таким образом в одном доме сидели ночью и работали; спала только одна старуха. Сидели, они сидели, вдруг старуха принялась мычать. Все вскочили в страхе. Старуха мычала недолго, и проснулась. Сидевшие в избе спросили ее: „Что ты, что с тобою сделалось?“ Ашшĕ каларĕ тет: „Ара, ачам, кăна кама çиме илсе килтĕн эсĕ? ара ку пĕтĕмпе шăна кăмпи-çиç. Отец сказал ему: „Что ты, сынок! кому ты принес их (т. е. эти грибы)? ведь это одни мухоморы!“ Ара эсĕ намăсă та пĕлместĕн тем! Да (ды̆) ты, повидимому, и стыда не знаешь! Ib. Ара, ачам мĕн хăтланатăн эсĕ. Что ты делаещь, дитя мое? (говорят детям, когда он делают что-нибудь предосудительное и пр.). Сред. Юм. Ара õ, Йаппун паши, çĕмрет те çĕмрет-çке (= çĕмĕрет-çке) õ! Смотри-ка ты, что он японский-то царь, делает: бьет да бьетI (Удивление и страх). || In quaestionibus quoque ponitur. cum de re aliqua parum nota plura volunt cognoscere. В вопросах также выражает желание получить более точные сведение о предмете или ближе ознакомиться с предметом. КС. Паян пĕр хĕре Йăванккă хĕрĕ тесе кăтарттăрĕç те, çавах-ши ара вăл? Сегодня мне показали одну девушку и сказали, что это дочь Иванки; но действительно-ли она эта самая? („ши“ выражает здесь сомнение, неуверенность, колебание при разрешении вопроса). Ib. Паян уччиттĕл çĕре хĕвел тавра çавăрнать тесе каласа кăтарттăр те, çаплах-ши ара вăл? Сегодня учитель рассказывал о земле, что она вертится вокруг солнца; но действительно-ли это так? Ib. Паян ман аккасам патне карăм-ха эп. = Пурте сывах-чи (т. е. -чĕ-и) ара? Сегодня я ходил к тетке (см. мăн-акка; см. Оп. чув. синт., I, 66). Ну, что (или: а что). все-ли (там) в полном здоровьи („были вполне здоровы“) Ib. Йăван çĕвĕç çак ялта пурнать, терĕç те, çак ялтах-ши ара вăл? Сказали, что портной Иван живет в этой деревне, но действительно-ли он в этой деревне? Череп. Кунта пулă пур-и? Есть-ли здесь рыба? Ib. Кунта пулă пур-и ара? А что, здесь есть рыба? (т. е., я не знаю, разъясни мне; так спросят, напр., когда подходят к озеру и желают ближе познакомиться с его свойствами, или когда видят человека, который ставит на озере рыболовные снасти). КС. Кунта пулă пур-ши ара? А что, здесь есть рыба? Так спросят, напр., когда ловят рыбу в неизвестном месте, при чем вопрос может заключать в себе: 1) неуверенность в начале ловли, 2) сомнение, 3) недоумение (если рыба не ловится). Ib. Кашкăр куртăм! Кашкăр куртăм! — Тĕсĕ кăвак-и ара? Я видел волка! Я видел волка! — А что, шерсть („масть“)-то у него серая? В этом вопросе, смотря по интонации, может заключаться или недоверие, или насмешка, или простое желание получить более подробные сведения о предмете, который видело другое лицо. Ib. Майри чăвашран пулнăскер, тет. — Чăвашла пĕлет-и ара. У него жена-то, говорят, из чуваш (т. е. чувашка, переделавшаяся на русскую стать). — А знает-ли она по-чувашски (или: а что...). Череп. Аçу Чĕмпĕре каят-ши. Разве твой отец поедет в Симбирск? („ши“ указывает на то, что поездка представляется говорящему сомнительной, невероятной). Ib. Аçу Чĕмпĕре каятах-и ара? Разве твой отец действительно едет (или: решил ехать) в Симбирск? Чире ертним (= ертĕн-им) ара? Ты что же, разве болезнь получил? Ма эсĕ апла сурчăкпа чуста çăратăн? сирĕн шыв çук-и-мĕн ара? тенĕ. Он спросил: „Что это ты месишь тесто на слюнях? а разве у вас воды-то нет“? Б. Олг. „Эп пĕлмен“, тет, „инки“, тет, „той полассине. Камăн ара?“ тет. „Я, тетенька, не знала, что будет свадьба. У кого же это?“ спрашивает она. В. Олг. Хоçи пор-и? — Пор. — Ста ара? — Лаçра. Хозяин дома („есть“)? — Дома. — Где же? — В лачуге. Тоганаш. Минчен ара çавсам? А сколько их? (т. е. этих людей). Ib. Кам ара онта? Кто это там? Çав çын вăл пулчĕ-и ара? Разве это был он? Тоганаш. Çав çын полмари (i. q. полмарĕ-и) ара вăл? Разве это был не он? || luncta imperativo stomachum quendam significare solet. С повел. накл. выражает досаду, недовольство. Б. Олг. Хакне пĕр ластăк пăрахсам ара, эп вара пĕр-икĕ пăт илетĕп паранкăна. Да (ды̆) ты (или: а ты) уступи малость, тогда я у тебя куплю пулика два картошки-то. КС. Атясам ара! А ты идем! (досада на медлительность). Ib. Ан тивсем ара! Да ты не трогай. Ib. Тухсам ара! Да ты выйди! Ib. Килсем ара! Да ты иди сюда!
Во всех вышеприведенных примерах в Ст. Чек. и окружающих селениях употребляется „вара“. || Eadem particula in responses quoque adhiberi solet, quibus praecedentis quaestionis sententia confirmatur. Иногда выражает подтверждение того, что содержится в предыдущем вопросе. Ходар. Эсĕ çара-çунапа çта (ста, шта) каятăн? вăрмана каятни? — Ара. Ты куда едешь на дровнях? в лес? — Да. Ib. Вăрмана аçу каять-и? — Ара. В лес поедет твой отец (est-ce ton pere qui etc)? — Да. Ib. Аçу вăрмана ыран каять-и? — Ара. Твой отец поедет в лес завтра (est-ce demain que etc.)? — Да. Череп. Ара, çапла пулмасăр, çапла çав. Конечно так.

аре

i. q. (то же, что) ара. N. Вырăс çак пупа курсан: „Аре ку хайхи эп леçекен пупах вĕт!“ тесе, чĕрĕ пупах вăрттăн чупса пырса тытрĕ, тет, те... Когда русский увидал этого попа, то сказал: „Да ведь это тот самый поп, которого я тогда отнес (и бросил в овраг)!“ — и, подбежав к нему так, чтобы тот не заметил, схватил его живого. Ib. Упăшки каланă: „Мĕн тăвасшăн тата апла эсĕ?“ тенĕ. Карчăк каланă: „Аре мĕн тăвасси-мĕнĕ? — эсĕ пĕр пупа кайса чĕнсе кил, унта вара эпĕ мĕн тумаллине хам пĕлĕп“. Муж сказал: „Что же ты это хочешь еще сделать?“ Старуха сказала: „Чего что? — ты вот ступай и позови какого-нибудь попа, тогда я сама найду, что надо сделать.“

арăмлă

(аны̆млы̆), qui habet uxorem, женатый. Шарбаш. Çак ял хĕрне астарсан пĕр арăмлă полас çок. Если мы развратим девушек из этой деревни, то нам не быть женатыми.

аркан

(арган), implicari, turbari, perturbari, запутаться, спутаться. Н. Карм. Çип арканнă. Нитки спутались. Шибач. Вĕрен арканса кайрĕ. Веревка спуталась. Çак арканса кайнă каната кам çĕнĕрен явса кăкарса лартĕ? Кто снова совьет и привяжет этот развившийся канат? СПВВ. Сирĕн пурçăн хутăрĕ арканчĕ. Ваш шелковый моток перепугался, спутался. Ib. Сирĕн пурçăн хутăрĕ арканчĕ, пире çăкăр-тăвар çавăрчĕ. Ваш моток шелку спутался нас привлекла сюда хлеб соль. ЧП. Сирĕн пурçан хутри арканмĕ. Якей. Кăшкар арканнă = кăшкар çинчи çип арканса кайнă. || Diffringi, dissipari. Также: разбиться; рассыпаться (о деревянной посуде). Орау. Е-ей, пĕтĕмпех арканнă пăрĕ, пăх-халĕ! Ĕнер анчах кӳлли сарлакăшпе кăн-кăвак пăрччĕ, кĕçĕр пĕтĕмпе вакланнă! Смотри-ка, лед-то весь накуски разбило! Вчера (только) все озеро было покрыто синим льдом, а нынче в ночь его разбило на мелкие части. Ăстайкка кăшăлне илсен арканса каять (= саланать). Если снять с кадки обручи, то она рассыплется (точнее: ее клёпни перемешаюся). Зап. ВНО. Унăн килĕ-çурчĕ арканса кайрĕ. У него весь дом пришел в упадок. || Metaph. Ib. Пурнăç арканса кайрĕ. Жизнь запуталась. Орау. Унăн арканнă ĕнтĕ. lam amisit virginitatem. lb. Чĕччи ĕне пăхĕ пек çеп-çемçе, лере те манерĕ çук пулмалла, арканнă пулмалла. У нее груди мягкие, как коровий кал; in ilia quoque parte nullum iam mansisse puto (virginitatis) vestigium, sed confusa omnia atque perturbata (i. e. iam esse devirginatam). Ib. Ну, ку тăруçăн ялĕ-йышĕ арканчĕç-çке! Ĕçки-çики, ятлаçу-вăрçу (çапăçу); ахалу те тата çĕр валеçес йĕркепе эреке (i. q. эрех) нуммай пулчĕ: пĕрне-пĕри çиленсе кĕç-вĕç çĕçĕпе чикес пек çӳреççĕ! Нынче у нас в деревне все словно с ума сошли: пировня, брань, ссоры (драки)! Да еще тут, по случаю передела (земли), и водки не мало было: просто один другого ножом нырнуть готовы! || Retorquere, развать. Ст. Чек. Тилхепе вĕçĕ арканнă (= сӳтĕлнĕ). Конец вожжей расплелся.

аркат

(аргат), implicare, turbare, perturbare Якей. Йĕкери çипе аркатса янă. Спутал нитки, навитые на веретено. Зап. ВНО. Çипе аркатса пăрахнă. Перепутал (-а,-и) нитки. Шурăм, № 20. Çименне Мари амăшне çыхă тутарчĕç те, выляса выра пуçларĕç. Хăйсем аркатаççĕ анчах. Семен и Марья велели матери сделать себе по свяслу и стали, для забавы, жать. Сами только разбрасывают (сжатые стебли). || Dissipare, disiicere. Также: рассыпать (деревянную посуду), разбросать, раскидать. Якей. Пирĕн картара ларакан каткая такам аркатса тăкнă кĕçĕр. Кто-то в эту ночь рассыпал нашу кадку, стоящую в огороде. Питуш. Çак ута аркатас. Надо раскидать это сено (i. q. салатас). Якей. Чӳрече виттĕр çил кĕрсе ман ĕстел çинчи хотсене пĕтĕмпех аркатса тăкрĕ. В окно подул ветер и раскидал все мои бумаги, бывшие на столе. Зап. ВНО. Лаша çĕмеле аркатнă. Лошадь раскидала копну. Ib. Çил тырра аркатнă. Ветром раскидало хлеб. Орау. Ку пушăт-курăса кам аркатса пăрахнă? Кто разбросал эти лыки (или: эти лыки и мочало)? Орау. Аркатас мар чейнĕке! Как-бы не разбить чайник! || Vellere, divellere, carpere, discerpere. Также: трепать. Синер. Кашкăр каç пулсан пычĕ, тет те, сăкмана аркатса (= Череп. çăлса) хăварчĕ, тет. Вечером пришел волк и истрепал кафтан. Актай. Хайхи йытă усала çулса илчĕ, тет те, аркатать анчах. Собака схватила чорта и давай его трепать! Б. Илгыш. Йăтăсем хӳринчен çавăрса тытнă (= Череп. çавăрса илнĕ) та, тиллипе те туртса кăларса пĕтĕмпех аркатса тăкнă. Собаки вцепились в хвост, вытащили и самоё лисицу, и истрепали ее в клочья. || Lactrare (раtrimonium). Промотать. Орау. Ашшĕ килне-çуртне аркатрĕç. Размотали отцовское строение.

каяла

каялла (каjала, каjала), назад, обратно. Пшкрт, Каяла, каялак, обратно. Ст. Чек. Каялла тавăранат. Возвращается назад. КС. Килме ерçӳ çук пулсан та, каялла хыпар яр (пиши ответ). N. Çак çырăва илсенех, каялла çырса яр. По получении этого письма тотчас напиши ответ. Торп-к. Хĕвел аннă чух каялла пăхсассăн (если оно выглядывает своею нижнею частью из-за облака?), çăмăр пулат, теççĕ. В. Буян. † Укçа паман пиччене турă ятар каялла (т. е. пусть обеднеет). Яргуньк. Каялла кĕлеллĕ атă (стоптанные?). Сĕт-к. † Йот çын çони каялла кот, ларса пыма шанчăксăр. || Задом наперед. Якейк. Кĕпине каялла тăхăннă. Надел рубашку задом наперед. || ЧС. Каялла — опять, снова. См. калле.

кавар

(кавар), уговор. Орау. Пĕр кавар пулчĕç. Уговорились (или: каварланчĕç). Шумш. Чи, чи, чăкăлта, чăкăлта! Чакăлта кавар (уговор) пĕр кавар, пĕр кавар. Йăптăх-йăптăх хархантăр, хăрхантăр. Тимĕр, тимĕр картинче, эс чипер те эп чипер, чăн чиперри çак ача. Городище. Çын каварне килмес. Не поддается совету людей. Ib. Кавара килмес. Не поддается совету. Ib. Аран кавар кӳтĕмĕр. Мы насилу уговорили. Кильд. Вăл аплине апла, анчах эпир унпала акă çапла кавар турăмăр (угозорились). Якейк. Кавар пол, сговориться. Ib. Порте пĕр кавар полса, она çапса прахнă.

какăр чул

какăр чол, какăр чулĕ, какăр чолĕ, булыжник, дикарь (камень). ЙОН. Атăл шувĕ ма сикет? Какăр чулĕ сиктерет. М. Шемердяны. Атăл тĕпĕнчи какăр чула хăçан пӳсĕр çисе тухĕ, çавăн чух пӳсĕр çитăр. (Пӳсĕр чĕлхи). Ходар. Тата хăçан та хăçан какăр чул çине куç ӳкĕ, çавăн чухне тин çак ача çине сивĕ куç ӳктĕр. В. Олг. Какăр чолĕ, дикарь. Хорачка: арман очон касми поз’эăнџэ кагы̆р џол’ы̆ хораччы̆.

каларĕш

тоже, что каларăш || Ст. Ганьк. Кахал каларĕшпе (по веленью лентяя) сасан-пулă палăрăшпе (siс!). N. Унтан ку Иван калат, тет: ылттăн чакак каларĕшпе, турă сăмахĕпе çак ăсса лартнă икĕ витре киле çитинччĕ! Срв. русск.: «по щучьему веленью». N. Эсĕ каланă пек — эсĕ каларĕш. Толст. Вăй патăр! тенĕ. — Эсĕ каларĕш пек пултăр, тенĕ çынни. Юрк. Ху каларĕш, турра шĕкер халĕ, çӳрекелетĕп. — Нумайранпа сана курманчĕ, тăван, пит япăхсаттăм, халĕ те киле таврăнтăн; сана курасса сунманчĕ, тет ялта пурнаканни те, савăнса.

калаç

(калас’), разговаривать, беседовать; сговориться, поговорить. N. Эсĕ унпа пĕртте калаçмăсăнччĕ, тетĕп эпĕ. — Мне было бы желательно, чтобы ты не говорил с ним. Артюшк. Кусем (утки) пĕр йăвара ӳснĕ пек калаçаççĕ, тет. Ала 81. Çĕлен çăварне уçрĕ, тет те, калаççа ячĕ (заговорил), тет: килях, старик! тесе каларĕ, тет. Нюш-к. Калаçман калаç пулнă, тет, чĕнмен чĕкеç пулнă, тет. (Совет молчать. Послов.). Т. Григорьева. Чĕлхе вĕç кĕçĕтсен, калаçман çынпа калаçат, теççĕ. (Примета). Якейк. † Калаçмасăр-тумасăр ĕмĕр иртмест, теттĕр-и? Альш. Çӳлти касра та, Армань кассинче, лайăх пусă (колодец) пурринех калаçмаççĕ (не слыхать чтобы был.). Перев. Çав сăмахсене кашкăр калаçса тăнă чух... Ашшĕ-амăшне. Лисахви ĕненмесĕр: ай, ан калаç! (не может быть), тесе кăна хунă. Орау. Санпа мĕн калаçан, санпа калаçмалли çук, эс ăçта! (про тебя и в Москве «в кулак свищут»!). СЧУШ. Чăххăн çуркуннехи чи малтанхи çăмартине ытла нумай калаçакан çынна çитерсен, чăхă нумай çăмарта тăват. Регули 768. Калаçаççĕ: ыран салтаксам конта килеççĕ, тесе. N. Кам мĕн пĕлет, çавăн çинчен калаçса ларать. N. Кашни хăйăнне калаçса ларать. Альш. Тумтир те, чĕлхе те, калани-кулни те пĕрех (те же самые). Орау. Кунтах юлас тен (хочешь) пулсан, эп калаçса пăхăп (попробую попросить). N. Эпĕ пĕр вăхăтрах темиçе тĕслĕ чĕлхепе калаçма пултараймастăп, пĕр тĕслĕ чĕлхепе калаçма пултарап. Я не могу говорить сразу по-всячески, а говорить на одном языке могу. Якейк. Мари лешеккинчи унтрипе мăн-контанпа калаçса порнать (любезничает). Ib. Вăл онпа калаçать. || Договариваться, уславливаться, торговаться, рядиться. Чăв. й. пур. 26. Халĕ те хăй çăкăрне çимест; хĕлле, вак касса, çăкăр пухмалла калаçать те, ялан çавна, пĕчĕкçĕн-пĕчĕкçĕн пухса, çисе пурăнать. Янтик. Эпир çак лашана калаçаппăр та, ытла хаклă ыйтать хуçи. — Унпа пит лайăх калаçса илес пулать (поторговаться), вĕсем пит хаклă ыйтаççĕ. Альш. Сăмавар лавкки умне пырать те, калаçать сăмавар (торгует самовар). М. Тув. † Манăн савни ял урлă, калаçасси çын урлă. Якейк. † Йори калаçрăм хора хĕрпе — утсам панче çăвăрма (= çывăрма). Ашшĕ-амăшне. Калаçнă укçана хăна тытса юлмарăн, йăлан вăхăтĕнче тӳлесе тăтăн. Хурамал. Çаран калаçма килтĕмĕр (торговаться). Ib. Çаран калаçса килтĕм (= çарăн илсе килтĕм). Я, сторговал луга. Шибач. Пошăт калаçма килтĕмĕр (торговать лыки). Такмак. Пирĕн (Иван) пичче ывăл авлантарать. Пуян (Микки) хăта хĕр парать: сумасăр укçа панă, виçмесĕр пыл калаçнă. Ягудар. Калаçмаст. Не рядится. || Выговаривать. Юрк. Тăла вăл-ку таврашĕнчен сăпăн тума пустав-тăла та пĕр вунпилĕк аршăн калаçаççĕ (выговаривают). || Сватать невесту. N. Калаçса яр, просватать; калаçса кай, калаçса кил, засватать. Кильд. Çапла вара Иван, чипер Евгение манса, урăх хĕр калаçнă, тет.

калаçса татăл

договориться. Кан. Çутпулăхпа Лакăр çак халăх вăрманне, ытти икĕ ялпа калаçса татăлмасăрах, касма пуçлать. Ib. Яçли уçасси çинчен калаçса татăлтăмăр.

канăçсăр

беспокойный; аnxius. Орау. Темскерле (= темĕскерле) канăçсăр ача пулчĕ ку, кунĕн-çĕрĕн макăрать. Ib. Ун пек канăçсăр çынна урăх пĕлмесп (= пĕлместĕп) те эпĕ, кунĕн-çĕрĕн пĕртте ахаль лармасть, мĕн-те-пулсан тăвать, çавăнпа та пурнать çав. Ib. Канăçсăр лаша кунĕпех çияшшăн (много ест). N. Канăçсăр ача, ан йĕрĕнтер-ха, тăр пăртак! (Гов. о маленьком, который всё просит есть). Сред. Юм. Мĕнле канăçсăр ача çак, тем чол йăпатса та йăпана пĕлмес!

канав

(канав), канал, канава; Якейк. Атăл шуне канавпа Хосан патне исе пырас (провести), теççĕ. Ib. Эпĕр хамăр алăк патне канав авăтса килтĕмĕр. Мы к своим воротам провели канаву. Орау. Çак канава алтса яриччен, унта çулленех шыв çимĕкчен кӳленсе выртатчĕ (или: тăратчĕ). || Канава на водяной мельнице. Вута-б. || Начерт 99. Канав, насыпь, вал. || Иногда означает участок леса. Якейк. Явăш канавĕ, лес около д. д. Яуш, Ача-к. Канаш. р. Ib. Шораç канавĕ лес около дер. Шораç. Ала 98°. Пирĕн ати, канава пошăт вăрлама кайсан, виç кон çохалса çӳрет, тит.

канаша кил

прийти к соглашению, уговориться. N. Çак ĕçпе малтан ушкăнра нумайĕшĕ канаша килмен. Пайтах тавлашсан, пурте çав малтанхи канаша килнĕ. Толст. Пĕр канаша килнĕ, уговорились.

кантăр

(канды̆р), конопель, конопля. См. пуса. Цив. † И, кив кантăр, кив кантăр, сыппи таран çĕн(ĕ) кантăр; кунтан вăйă иртсессĕн, арăмсенĕн чун кантăр. Изамб. Т. Пукрав вăхăтĕнче шыва кантăр хутаççĕ (мочат). Ала 106°. † Анат Явăш (деревня) хĕрĕсем, хĕрĕсем кантăр ăшĕнче чопаççĕ. Упнер. Чувашин, говоря о прежнем еловом лесе, сказал что он «Кантăр пак ларатьчĕ» (т. е. был очень густ). Сред. Юм. Кантăра татса çапсан, шывва (так!) кайса хотаççĕ, вара о пĕр виç эрнерен полат («смягчается и белеет самая кудель»). Изамб. Т. Арçынсем кĕлте кӳртнĕ чухне хĕрарăмсем кантăр татаççĕ. Питушк. Кантăр: варĕ, вăтамми, лапрашки. Пшкрт. Различные сорта кантăр: 1) лапрашки, 2) вы̆дам, З) кочы̆βос, 4) варбос. Сĕнтĕр вăрри. Чăваш халăхĕ тырă-пулă акса тума пуçласан, çав вăхăтрах сӳс-кантăр та акса тума пуçланă. Кантăр, тата йĕтĕн акса ӳстерес çĕрте çурхи тырпа шутланса тăрат. Кантăра çуркунне, çурхи тырра акса пĕтерсен тин, акаççĕ, майăн 20-мĕш кун телнелле, мĕншĕн тесен, иртерех аксан, кантăра сивĕ лекме пултарат. Кантăр валли ытти тыр пек мар, питĕ çемçе ана кирлĕ, çавăнпа кантăр валли ăрасна ананăн пĕр пуçне тислĕк ытларах тăкса çемĕçтерсе акаççĕ. Кантăр вырăнне пурте пĕр еннелле тума тăрăшаççĕ, мĕншĕн тесен кантăра çуртри вырса пĕтерсен тин татаççĕ те, сапаланчăк пулсан, кӳтӳ (?) ватса пĕтерет, теççĕ. Кантăра аксанах, çерçисем питĕ çинипе, ани çине хăратмаллисем туса лартаççĕ: ан çитĕр, тесе. Çапла кантăр пĕр виçĕ уйăх хушши ӳсет. Çемçе вырăнлă çĕрте çынран та çӳлĕрех пулат, хытăрах çĕрте кĕске пулат. Ӳссе çитерехпе кантăртан пуса уйăрăлат (пуса — вăрăсăр). Пусана ыраш вырса пĕтерсен татаççĕ. ЬIраш ир пулман чух, ыраш выриччен татаççĕ. Кантăра çуртри вырса пĕтерсен тин татаççĕ. Кантăра та, пусана та, татсан, ани çинчех тымарне пуртăпа татаççĕ, вара киле анкартине тиесе кĕреççĕ. Анкартинче кантăра купа туса хураççĕ, çапиччен: пуçĕ шантăр, тесе. Кантăра пĕр-ик-виç хут çапаççĕ. Малтанхи хут çаппипех кантăр кипенки ӳксе пĕтмеçт. Çапса пĕтерсен, кантăра та, пусана та, йĕтĕне те, икшер ывăшăн тытса, мунчалапала е улăмпа çыхаççĕ. Çыхса пĕтерсен, кантăра та, пусана та, йĕтĕне те, сулă туса, кӳлле кайса хутаççĕ. Сулă тунă чух кантăрне ăрасна, пусине ăрасна, тата йĕтĕнне те ăрасна тăваççĕ, мĕншĕн тесен кантăрĕ пусапа танах пулса çитмеçт, йĕтĕнĕ тата шывра иртерех пулат. Чылайĕшĕ йĕтĕне, тата пусана шыва хутмаççĕ, мĕншĕн тесен йĕтĕн часах çĕрсе кайма та пултарат. Шыва хутман чух йĕтĕне те, пусана та курăк çине анкартине е улăха сарса пăрахаççĕ те, çăмăр çунипе çавăнтах етĕн пулса выртат. Кантăр шывра З — 4 эрнене яхăн выртать, пуса 2 — 3 эрнерен мала (больше) выртмаçт. Кантăра та, пусана та, йĕтĕне те хутсан, шыва лайăх путарма тăрăшаççĕ, мĕншĕн тесен, шыв илмесен, çелти (çиелти) пулмасăр тăрса юлса, тикĕс пулмаçть. Шывран кăларсанах, пуса-кантăра шывĕ сăрхăнма купа туса хураççĕ. Пĕр-икĕ эрне иртсен, киле турттарса каяççĕ. Килте, кашта туса, кашта çине анкартине çакса яраççĕ те, хĕл каçиччен çакăнсах тăрат. Мункун иртсессĕн, çимĕк çитиччен хĕр-арăмсем кантăр тылама пуçлаççĕ. Кантăр пусана, тата йĕтĕне малтан хĕвел çине сарса хураççĕ те, типсе çитсен тылаççĕ. Кантăр, пуса, йĕтĕнсене çакăн майлă тылăпа тылаççĕ. Тыласан, пилĕкшер çурăмăн çыхса хураççĕ; ă тем теççĕ. Чухăн пурнакансем кĕркуннех, арлама сӳс çукки пирки, мунчара типĕтсе, тыласа арлаççĕ. Кĕркунне авăн çапса пĕтерсен, пухрав (так!) вăхăтĕнче сӳс тӳме пуçлаççĕ. Хăш-хăш çуркуннех тӳсе хураççĕ. Сӳсе тăватшарăн, тата пилĕкшерĕн кисĕппе тĕвеççĕ. Сӳс тӳмелли кил (килĕ) — йывăçран тунăскер, çӳлĕшĕ пĕр метр тăрăш пур. Ĕлĕкрех кисĕппе тĕвиччен катмакпа тӳнĕ, теççĕ ваттисем. Сӳсе, тӳсе пĕтерсен, шăртлаççĕ. Шăрт — сысна шăртăнчен тунăскер çакăн пек формăлă. Сӳсе мĕн пурĕ, З хут шăртлаççĕ. Малтанхи хут шăртласан, пысăкки тухать (сӳсĕн çелти пысăк сӳсĕ). Иккĕмĕш хут шăртласан, çинçи теççĕ. Вăл питĕ лайăххи, унтан лайăххи урăх çук. Сӳс тӳсе пĕтерсен, ноябĕр уйăхĕнчен пуçласа, çăварни иртиччен, кĕнчеле арлама пуçлаççĕ. Пĕчик хĕрачасем, пĕр çичĕ çула çитсен, кĕнчеле арлама пуçлаççĕ. Малтанах пĕчик хĕр-ачасене пысăккине арлаттараççĕ. Çемьере хĕр-ачасем пулмасан, арçын-ачасене те арлаттараççĕ. Арçынсем ĕлĕкрех нумай арланă. Вĕсем хĕрсем пекех, килĕрен ларма кайса пĕр-пĕрин патне, авăрланă (так!). Хальхи вăхăтра арçынсем сахал авăрлаççĕ. Авăрланă çипписене хутăр-йывăççи çине (на мотовило) хутăраççĕ. Хутăр-йывăççи пĕр метр çурă тăрăшшĕ, икĕ вĕçĕнче урлă пĕр-ик шитлĕ патакран тунăскер. Хутăр хутăрнă чух мĕн чул пулнине шутлаççĕ, ăна ӳкĕм теççĕ. Ӳкĕме тăватшар пĕрчĕн çирĕме çитиччен шутлаççĕ. Пĕр хутăрта çакăн пек ӳкĕмсем: пысăкрах çиппе 5 — 7 ӳкĕм тăваççĕ; çинчереххине 10 — 18 ӳкĕм тăваççĕ. Çакăн пек хутăрсем хĕл каçиччен лайăх арлакан 30 хутăр таран авăрлат, начартарăххи 15 — 20 хутăр, пĕчĕк хĕрачасем 7 — 10 хутăр. Чăваш хĕрарăмĕсем хĕллехи кунсене пĕрмай кĕнчеле авăрласа иртереççĕ. Пĕр каçра З — 4 йĕке авăрлаççĕ. Çăварни çитме пуçласан (çăварни ир килмен чух, çăварни умĕн, çăварни иртерех килнĕ чух, çăварни хыççăн) çип çума пуçлаççĕ. Малтанах çиппе тăршыпа кивсе чӳхесе тăкаççĕ сурчăкĕ тухма; ăна çип сурчăкĕ кăларни теççĕ. Вара, пĕртик типсе çитсен, йăрхах çине пĕр пуçне хутăра тăхăнтараççĕ те, туртаççĕ чăсма. Ун хыççăн пит çăра кĕл шывĕ туса хатĕрлеççĕ те, çав кĕл шывĕ çине чиксе кăларса кантăра çине хураççĕ. Пурне те чиксе кăлараççĕ те (пĕр 15 — 20 хутăр пĕр кăмакана), вара кăмакана хываççĕ. Çунса каясран, вут хутса çунтарсан, ялан çăкăр пĕçереççĕ. Çăкăр тухсан, кăмакана пăртак улăм йĕпетсе хураççĕ кĕтессисене, çип çунса каясран, вара çипе хываççĕ. Çип кăмакара пĕр талăк выртат, тепĕр кун тин кăлараççĕ. Çип хывнă кун, çип хывакан çын патне хора çын пырсан: çип пиçмест, тиеççĕ. Сарă çын пырсан: сарă çын пек пиçет, теççĕ. Çипе хывнă вăхăтра яланах: çип хыватăп, çип хыватăп, шурă пул, шурă пул, акăшсем килнĕ, вĕçсе çӳреççĕ, хуларан çын килнĕ, шур хăмачĕ çиппи çӳретет, тесе калаççĕ. Тепĕр кун çума каяççĕ. Çунă чухне лайăх кĕлне çуса ямасан, тĕртнĕ чух канчĕр; çавăнпа лаях çума тăрăшаççĕ. Çиппине çусан, типĕтиччен хутаççĕ: тĕртнĕ чух яка, лайăх пултăр, тесе. Хутасса çапла хутаççĕ: пĕр витре шыв çине çăмартапа тата сĕт яраççĕ те, çав шыв çине чике-чике кăлараççĕ. Ăна тепĕр тĕрлĕ çип çемĕçтерни теççĕ. Çиппе çемĕçтерсен типĕтеççĕ. Типсен, çăмхалама пуçлаççĕ. Хутăр çăмхаламалли ярăн-йывăççи. Хутăра кăшкар çине çăмхалаççĕ. Çăмхаласа пĕтерсен, çак çипсемпе пир кумма пуçлаççĕ. Пир куммалли сӳрекке, пĕр 8 аршăн тăршшĕ, икĕ вĕçне шăлсем лартнă, пĕр вунă шăла çитиччен. Кумасса икшер çипĕн, е тăватшарăн кумаççĕ, мĕншĕн тесен икшер çипĕн уйăрса çилине тăхăнтараççĕ. Кумса пĕтерсен, çилине çыхса лартаççĕ те, кунча тума пуçлаççĕ. Кунчаласа пĕтерсен, пир витĕрме пуçлаççĕ. Пир сăтанĕ пирĕн патăрта хальхи вăхăтра икĕ тĕслĕ, анчах иккĕшĕ те пĕр майлă. Виççĕмĕш сăтан ĕлĕкин пĕк (!) пĕр вырăна пăта çапса шăтарса лартмалла; анчах ку аванах мар, мĕншĕн тесен пĕр вырăнтан тепĕр вырăна сиктермелле). Пир витĕресси, тата тепĕр тĕслĕ пир кăнтарасси теççĕ. Уна малтан çилинчен ĕретпе мăшăрăн илсе пырса кĕр витĕр илеççĕ. Кĕр витĕр илнĕ чухне пĕрер çипĕн илеççĕ, пĕр мăшăра пĕр çиппине малти кĕртен, тепĕр çиппине кайри кĕртен илеççĕ те, мăшрипе вĕçĕнчен çыхса лартаççĕ. Вара хĕç витĕр илеççĕ те, хăйă çине тăхăнтарса, хивсерен çиппе çыхса лартаççĕ те, тĕртме пуçлаççĕ. Лайăх тĕртекен хĕрарăм кунне пĕр 12 аршăн тĕртет, тепĕр тĕслĕ каласан: икĕ хутăр та çурă, иккĕ тĕртеççĕ. Çавăн пекех тĕртеççĕ ăратнене те, анчах унта тăват ура пусси, тăват кĕр. Ыттисене пурне те çавăн пекех тăваççĕ. Тĕртсе пĕтерсен шуратма пуçлаççĕ. (Сообщ. А. Максимова). || Фамильное прозвище в с. Альменеве, б. Асакас. в.

капан

(кабан), назв. озера Кабана (в Казани). N. Çак Капан кӳлли урăх патшалăхра пулсассăн, ăна тахçанах тасатнă пулĕччĕç; юшкăнне-мĕнне машинапа ăсса кăларса, ана çине илсе кайса тăкнă пулĕччĕç; çыранĕ хĕррине чул сарса тухса, кӳлли йĕри-тавра йывăç-мĕн лартса, пахча туса çавăрăннă пулĕччĕç. (Написано в 1908 г.).

Караç çырми

назв. оврага. N. Вăл вăрманта çак çырмасем: Филипп çырми, Караç çырми, Тарăн çырма.

Кари

хр. имя мужч., Гавриил. Альш. Вăл енче Карие кăна тивнĕ те вăл (пожар), çак еннипе сăтăрса кайнă урам тăрăх Калак (n. viri) таранччен. Ib. Кари качаки (насмешка над именем «Кари»).

карăш

(кары̆ш), дергач. Торп-к. Карăш — назв. птицы (написано было: «карăç»). Н. Седяк. Карăш — коростель, дергач. Ib. Карăш месерле выртса, урисемпе тапса авăтать, тет: тарт! тарт! Ib. Пӳтенерен малтан карăш авăтсан, çул ырхан (карăш пек) пулать. СЧУШ. Çур кунне чи малтан выртмана тухсан, карăш сасси илтсен, утсем начар пулаççĕ; путене сасси илтсен, мăнтăр пулаççĕ. Альш. † Картăм, картăм таната, карăш чĕппи çакланчĕ. Ердово. † Вăрăм тона карăшĕ, вăрăм тона карашĕ, вăрăм корăк йоратать. Юрк. † Ял ялĕнчи ачасем карта (?) айĕнчи карăш пек. М. Тув. † Апай пачĕ Ишеке карăш сасси итлеме; караш сасси пулмарĕ, хунеме сасси пулайрĕ. БАБ. Çак курка сăрана ĕçекеннĕ (siс!) путене, ĕçейменни карăш. (Говорит Митьтюç папай во время чӳклеме). Микушк. † Карăш кайăк ырхан кайăк, шывлă хăмăш айĕнче. Сред. Юм. Карăш пик = тăрна пик. К.-Кушки. Пур чухне путене, çук чухне карăш. (Поговорка). СТИК. Карăш мăй (говорят про человека с длинной шеей: суффикса здесь нет совсем). || «Назв. рыбы». К.-Токшик.

карлаттар

понуд. от карла. || Шибко ехать. Шибач. Сĕтк. Ваçли ут хуйса кайнă та, карлаттарса пырать çав. || Лить (о дожде). Сĕт-к. Çăмăр хытă карлаттарнă çавăн чох. || Пилить. КС. Тавай çак пĕренене каска пăчкипе карлаттарар. [Драть. Кан. Килĕ-çурчĕ, выльăххи-чĕрлĕххи — сутса Томск окрăкне карлаттараççĕ (дуют, т. е. уезжают).

карт

(карт), сделать зарубку. Чертаг. Тӳрĕ картса пуранă; картса çавăрса пуранă; çавăрса картнă (разные способы срубания сруба). Ib. Çил арманĕ пек картса пуранă (особая манера срубать сруб). Янтик. Кĕтӳçсем камăн миçе чун выльăхне пĕлме шутласа çӳреççĕ, вара ăсем камăн миçе чунне пĕр патак çине картса паллă тăваççĕ. Пĕр ĕнешĕн хăйне пĕр карт картаççĕ, пĕр сыснашĕн те çаплах. Сурăхсене — 4 сурăхшĕн пĕр карт картаççĕ. Çапла камăн миçе карт, унăн çавăн тăрăх укçа тӳлес пулат, çан чул талăк апат çитерес пулат. Сред. Юм. Картнă хĕрĕллĕ тенкĕ; кив кĕмĕл тенкĕн хĕрри картлă полсан, калаççĕ. || Уважать, почитать. Б. 13. Тăлăха картăр. Сĕт-к. Мана никам та картакан çок. Меня никто не уважает, не почитает. Торпк. Ама çури амăшĕ çак первайхи арăмăнчен юлнă ачана картмасть, тет. Актай. Тăххăрмĕш качакине никĕш те картмаççĕ: сан, усалăн тытас-и (где тебя поймать вора)! тесе калаççĕ, тет. || Орау. Хăйне хăй асла картать. Важничает.

картла

делать зарубку, метки, набор (на сапогах) и т. п. N. Пĕчĕк ачасем, иртен тапратса каçчен, урамра вылляса, пĕчĕк пĕвесем (запруды) картласа çӳреççĕ. Ст. Чек. Пĕрмине картласа тунă (с набором) атă. Череп. Картлама панă. Отдал набирать (сапоги). Сред. Юм. Такам сĕтел хĕрне пĕтĕмпех картласа тохнă. Орау. Çула суха-пуçпе картласа пĕтернĕ (дорога перепахана). СТИК. Куклĕ-пашалу хĕррисене картласа тух-ха! (пальцами). Шел. 76. Юпасене картласа, йĕпсе тăхăнтараççĕ. || Загораживать, запружать. Курм. Эпĕ çула пĕчĕкçĕ çырмасенче пĕвесем картла-картла çӳреттĕм. Якейк. Çыр (чит. с’ир) йăтăнса анса, шăва пĕтĕмпех картласа, каплантарса лартрĕ. Кан. Хĕвелтухăç енчи урама кĕтесси çурăлса анса, картласа лартнă. Кайсар. Çула картланă. Дорогу перекопали канавой (но: çула çатанпа пӳлнĕ). Орау. Унта вăрмана кĕнĕ çĕре çула картласа хунă (дорога загорожена), унтан ямаççĕ ĕнтĕ. || Делать складчатые украшения из материи? Микушк. Чĕрçитти (çичĕ рет арки вĕçĕ, хĕррине картласа тухнă). || Стать поперек, враждовать. Б. Олг. Хоралтă потасси! Пăçланман! вилмен! Поти-ка мана паян картларĕ, чарчĕ, тет. || В перен. см. N. Çак хулана пур тĕрлĕ усал картланинчен хăтарса, канăçлăхпа лăпкă самана пар. Б. Олг. Хоралтă потасси! Пăçланман! Вилмен! Поти-ккă мана паян картларĕ, чарчĕ (стал поперек)! тет. Сĕт-к. Картлакан пор онăн. У него есть покровитель.

карта

(карда), изгородь, загородь. КАЯ. Выляса çуресен-çӳресен, эпĕр тата картасем çинче (на изгородях) выляма шухăшларăмăр. N. Йĕри-тавра карта тытса çавăрнă. N. Ху тытса тăракан çĕршыв тавра йĕплĕ хулăран карта çавăрса ларт. Якейк. Сат картине чолпа çавăрнă. Сад огорожен каменной стеной. Ib. Эс итла уя тохса ларнă (построился), кĕт картуна (забор) куçарас полать. Орау. Вăсен çăварне карта тытман вĕт (у них рот не заткнут); мĕн килчĕ, ăна персе яраççĕ; сăмаха яланах мĕн пулнине пĕлсе калаçмаççĕ. Богдашк. † Вăштăр, вăштăр çил вĕрет, карта айĕнчен вĕрет вăл. Тюрл. Онăн сăмахĕпелен çӳресессĕн, карта хошшине те хĕснĕн (= хĕсĕнĕн). Чăв. ист. Картари выльăха тытнă пек тытса тăрат. Микушк. † Вуникĕ капан карти юнашар, укăльча тытсан та, çитмелле. Шорк. Карта, вообще загородка, кроме забора. Яншльд. Карта витĕр куç парăп. (Юр кĕртĕ). || Хлев (не бревенчатый). Вомбу-к. Карта — выльăх карти. Вăл сарай майлах, аслăкла витни те пор. (Тӳрĕ витнине аслăкла витнĕ теççĕ). N. † Пуян карти витĕр эпĕ тухрăм, пуян хĕрĕ юлчĕ хурланса. СТИК. Карта — хлев без сруба и без крыши, только загороженный частоколом с четырех сторон. Карта может быть приделана к какому-нибудь строению, но может быть и на гумне. N. † Çул тăваткалĕнче çук пулсан (если меня не будет), карта хыçне тухса тăр. Тоскаево. Картана тухма та хĕллехи тумтир çук. Тархашшĕн ан прахсамăр, ырă çын. || Ряд снопов, сложенных для сушки. КС. Тырă кĕлтисене карта туса хутăмăр. ХЛБ. Çăлса пĕтернĕ курăка салатмасăр, картапах типме хăварас пулать. Юрк. Тырă вырнă вăхăтра пулат:... карта. Якейк. Тыр вырнă чох ир кĕлтесене карта туса хорса пыраççĕ; валтан пĕр кĕлте хораççĕ, он çине, хĕреслĕ, тата тăват кĕлте хораççĕ; е пилĕк кĕлтее йонашар тăррисене посмасăр парахаççĕ. Шурăм-п. Халĕ тырă выракансем тĕмĕ тума пуçланă, карта тума пăрахнă. Сред. Юм. Тыр типеймен полсан, çăмăр хыçĕнчен вырнине-пĕрне: çилпе типтĕр, тесе, пĕрне аяла хорса, ыттисĕн пуçне кĕлте кочĕ çине хорса пыраççĕ, ăна вара карта теççĕ. || Круг. N. Уйăх карталансан, тăман тухат. Карти пĕчĕккĕ пулсан, час тăман тухат; карти пысăк пулсан, тăман час тухмаст. Митушк. † Уйăх карти пысăк карта, вунă çăлтăр ларса тулас çук. Чув. пр. о пог. 47. Хĕвел карти çывăхра пулсассăн, йĕпе пулмаст. Если круг этот близок к солнцу, ненастья не будет. || Магический круг. Хорачка. Пăри вотпала йĕри-тара çӧрет: карта туатăп, тет. Осал ан кĕртĕр, теччĕ (= теççĕ). Каран тăраччă та, чӧклеччĕ. (Моленье в поле). Ск. и пред. 99. Унтан пилеш хуппипе вут тумтире йĕри-тавра карта туса çавăрчĕ. || Вереница. N. Вĕçен кайăксем карталанса вĕçеççĕ. ЧП. Кайăк хурсем кайĕç картипе. Ib. Карти-карти килет кайăк хур. Сала 77°. † Карти-карти иртет кайăк хур. Янтик. † Кайăк хур каять картипе, йăви юлат пăрăнса (в стороне). N. † Çӳлелле пăхрăм — тĕлĕнтĕм хор-кайăк карта çавăрнинчен; аялалла пăхрăм — тĕлĕнтĕм пĕчикрен пусăк полнинчен. || Ловушка для птиц. Макка 114. Кайăк тытан карти пур. Ала 57. † Карăш карти картара, карăш пычĕ çакланчĕ. N. Тилли, тилли, тилли пур, тилĕ тытан йытти пур, тытан кайăк (siс!) карти пур. || Стан для ковки лошадей. Шибач. || Покос? Сред. Юм. † Утмăл та карта ут çултăм. Утмăл та карта утине (вар. уттинчен) йĕкĕр те капан (вар. икĕ капан) ут хыврăм. Ib. Пĕр карта утă çăлса тохрăм (çавапа пĕр расчин çăлса тохсан калаççĕ). Ib. Карта айне хăварса пырат. (Утă çăлнă чохне, хăй картине лайăх кастарса кăлараймасан калаççĕ). Ib. Карта таврас; утă çăлнă чохне утă карта полса пырать, çав картан çиелти типсен, ăна тавраççĕ. Изамб. Т. Пухнă чухне (сено) малтан карти-картипе пухаççĕ, унтан валем-валем пухаççĕ; вара купа туçа уйăраççĕ (сено). Ib. Малтанхи кун çарана валеçсе, карти-картипе çулаççĕ (рядами). Вир-йал. † Тăваткăл çаран варинче утмăл карта утă çăлтăм. || Паутина. Чув. пр. о пог. 260. Ерешмен карта нумай тусан, çăмăр пулать. Если паук сделает много паутин, будет дождь. Юрк. † Атьăр пурçăн карти карар-и? Пурçăн картисене мен ярар? Хура чĕкеç тытса ярар! || В перен. знач. N. Картине кĕрсен, юрать. Как бы ни сказать, только было бы понятно. (Так во мн. гов.). СТИК. Эй, пирĕн картине кĕрсен юрат! (т. е. нам нечего заботится о правильности речи; вырăсла калаçа пĕлейменнисем, вăсен(е) урăх çын: апла мар, ак çапла каламалла, тесен, вăсем çак сăмаха каласа хураççĕ). Чăв. ист. 11. Вырăссем «ведро» теççĕ, чăвашсем те ăна çав ятпах калаççĕ: хайсенĕн чĕлхи картине кӳртсе, кăшт çеç урăхлатса: витре, теççĕ. Сред. Юм. Пăртак самахлама картине кĕме хытланать халь те. СПВВ. МС. Эсĕ тата ытла картаран тухса каятăн (переходишь границы дозволенного), çапла çын выльăхне çаптараççи (бьют)?

кăсăл

(казы̆л), быть разрезываемым и пр. N. Çак вутă касăлса, ăлав çине тиенсе, çыхăнса, киле çитинччĕ. N. Касăлнă чикĕннĕ, шыва путакан çынсем. Люди, изрубленные, проткнутые копьями и тонущие в воде. Сред. Юм. Каслашшĕ (каслашшэ̆), ругательное слово: «чтобы тебе заколоть самого себя!» Ib. Каслашшĕ (пит çиленнĕ çынна: ăмма касăлса вилмес-ши? тессине калаççĕ) || В перен. знач. Стюх. Касăлтăм. Измаялся. Ib. Апатсăр касăлчĕ. Измаялся без еды. КС. Паян эпĕ иртенпех çиман, чĕре касăлчĕ. Иетор. Вырăссем выçă касăлнă хрантсуссене хыçалтан та, аяккисенчен те аптăратнă. Якейк. Выççа аптраса, чĕри касăлнă та, вилнĕ çав; вилмесĕр тата! N. Ан çинĕ пултăр паян, хуть çанта кăт касăл! терĕ. Не смей сегодня есть, хоть околевай! (Угроза). Ск. и пред. 20. Шурут çырми лакăмне пирĕн утсем тăрăннă, типĕ çырма тĕпĕнче выçă пирки касăлнă. Баран. 31. Çакăнтан кайран Йăкăнат укçашăн касăла пуçланă (нуждался в деньгах). Ст. Чек. Касăлса тăр, голодать [хытă тăрса (скупясь), çиес тыра çимесĕр тăрса]. Ib. Ку лаша тулли! — Тулли пулмасăр, пирĕнни пек касăлса тăман вĕт!

касса тат

перерубить, перерезать, отрубить, обрубить. Упа 764. Пĕри калать: йывăçа касас пулать; тепри калать: йывăçа касса татас пулать. || В перен. см., срезать (словом). Йӳç такăнт. З8. Мĕн, çак, кум эсĕ кассах тататăн! Болезни. Пирĕн хушăра çынна алпа вĕлерекенех илтĕнмест пулсан та, сăмахпа касса татакан нумай.

кас

улица, околоток; деревня? Хурамал. У деревни бывает: анат кас — нижний конец, вăта кас — средняя часть, ту кас — верхний конец. Эпир çур. çĕршыв. 21. Хамăр енче, Сĕлескер тĕлĕнче, икĕ «Анатри ял» (малти касĕпе, кайри касĕ) лараççĕ. ППТ. Пĕр кас ачисем, пухăнса, тепĕр касса каяççĕ те: атăр, сĕрен пуçлар, утланса тухăр, теççĕ. N. Вăл тăрăшнипе пирĕн виçĕ школ пулчĕ: çак кас Мăнçырмара пĕрре, леш кас Мăнçырмара пĕрре. Ст. Шаймурз. † Пиртен савнă, тусăм инçе мар, пĕр кас урлă кайсан тусăм курăнать. Пазух. Пиртен савнă туссем, ай, инçех мар, пĕр кас урлă каçсан, курăнат. Тогаево. † Пирĕн касăн хĕрĕсем шăратса лартнă çурта пек. Тим. † Кас-кас урлă эпĕ кайса тус пултăм, кассенче кураймансем нумайран. Альш. † Ах, аппаçăм Татьяна, кил илемне кӳретчĕ; кунтан эсĕ кайсассăн, кас илемне кам кӳрĕ? АПП. † Кас-кассенĕн ачисем, мулахайĕпе мухтанать. ЧП. Çӳлти кассенĕн ачисем, анат касра пура пураççĕ. Елаур. Ялавăрта вунă кас. || Повидимому, иногда соответствует русскому «Курмыш». Елаур. Йăлăм-кас — Верхний Курмыш; Анат-кас — Нижний Курмыш (улицы с. Елаура). || Часто встреч. в назв. деревень, в особенности у верховых чуваш: || Порядок домов в деревне). Рааs.

каска вĕлле

пеньковый улей. См. тунката вĕлле. Эпир çур. çĕршыв. 1З. Çак пахчарах пирĕн вĕлле хурчĕсем пурăнаççĕ, ĕлĕкрех пирĕн хурт ик-виç вĕлле анчахчĕ. Вĕсем каска вĕллесенче пурăнатчĕç. (Рамонный улей — арча вĕлле).

каç

(кас’), перейти, перепрыгивать, перешагивать. Юрк. † Кайăк каçман çырмаран эпир касçа килтĕмĕр. Султан. † Урам урлă каçнă чух, кĕмĕл çĕрĕ эпĕ тупрăм. Когда переходил через улицу, я нашел серебряное кольцо. Б. Яныши. Вăл кĕпер урлă пĕр енчен тепĕр енне макăрса чупса каçса çӳрерĕ те, киле часрах чупрĕ. N. † Кăвак ут утлантăм, эпĕ хир каçрăм. Юрк. Каç ĕнтĕ эсĕ! — тет тутар арăмĕ. Чăваш арăмĕ каллех куна: каç эсĕ! тет, кулса. Изамб. Т. Исампальсем ана туса валеçме çаран çине каçсан... Орау. Чупса пырса сиксе каçрăм (перепрыгнул с разбега). Ытла хытă чупса пынипе кирлĕ çĕрте чаранимарăм. Алших. † Сикрĕм-каçрăм пахчана макăнь çулçи татмашкăн. || Приходить, проходить. ЧС. Ют ялтанта курма каçаççĕ (приходят). Альш. † Пирĕн аппа каçнă чухне сарă кайăксем юрлаççĕ. || Пролодить (напр. о ночи). N. Хĕл каçиччен тырă епле пулĕши, тесе шухăшласа ирттеретĕн. || Прожить. Никит. Çак хĕле мăян çиçе каçрĕç (люди). Досаево. Çапла хĕл каçса, çăва тухрăмăр (дожили до лета).

каçсенче

по вечерам. Стюх. Нумайранпа мар (недавно), çак каçсенче эпĕ юлташсемпе выльлярăм.

каç-ту

проводить вечер. Юрк. ЧП. Килтĕм-кĕтĕм çак киле, тухаймасăр каç турăм. М.-Яльчики. † Эпĕ пыраттăм çулпала, пĕр куршанкă мăйри куртăм та, катаймасăр каç турăм; пытăм-кĕтĕм эпĕ çак киле, тухаймасăр каç турăм. Альш. † Çӳлĕ тусем çинче улма-йывăç, авса татаймасăрах каç-турăм. Ib. † Пĕр каç вăйя тухмасан, каç тумалла мар иккен. Собр. † Çӳрерĕм, çӳрерĕм, кантăр ани тĕл пултăм, ларса канса каç турăм. Ib. Çак хуçа патĕнчен кайимасăр каç турăм.

каçăрт

задирать (поднимать кверху). Изванк. Пĕр-пĕр лашана юсас пулсан (от колдовства), лашине каштаран каçăртса кăкараççĕ (подняв ей голову). N. Пушă пучахли (пшеница) çӳлелле пуçне каçăртса тăрат. Юрк. Пушă чухне канцелярие тухса утатăп: унта ĕç пур чухне ĕçлекелетпĕр, çук чухне пуçа каçăртса ларатпăр. КАЯ. Эпĕр каялла çавăрнса пăхрăммăр та, — çырлахтăрах турă! — темле йăтă, пуçне çӳлелле каçăртнă, куçĕсене вут пек ялтăртаттарса, сĕлекине юхтарса, пирĕн çие уткăнса килет! N. Вĕсен хушшинче автанĕ пуçне каçăртса кăшкăрса çӳрет. Ст. Чек. Пуçне каçăртса çӳрет. Шел. 51. Хăшин (из гостей) пуçне каçăртса, çăварĕнчен яраççĕ (наливают). Шарбаш. Хура хĕрсене каçăртать, сарă хĕрсене астарать (приманивает). N. † Çак поçнелли (живут не на этом конце деревни) хĕрĕсем орама тохса тăраççĕ, ик чĕччине каçăртса (т. е. выпячивая их). N. Вĕсем пуçне каçăртса анчах çӳреççĕ (т. е. ничего не делают).

катăк

(кады̆к), кусок, обломок, осколок. Изванк. Çапла вара кĕл туса пĕтерсен, пурте пĕрер катăк чăкăт çиеççĕ. N. Çĕмĕрĕк чӳлмек катăкĕ. Сала 77. † Катăк, катăк пĕлĕт юхать, пирĕн пуçри çавра çĕлĕк пек. Якейк. Шӳрпешăнче çу катăксем ярăнса çӳреççĕ. По супу плавают кружочки (блёстки) масла. N. † Тумпарласен хĕрĕсем катăк-пăсăк тухлан пек. || Недочёт, нехватка. КС. Шушчĕк укçине суса пăххăрĕ, тет те, укçи катăк туххăрĕ, тет. ЧС. Çак ĕçкĕ тĕлĕшĕнчен пирĕн ялăн та катăк пур — ятсăр. Çавăнпа пирĕн ялсен ĕçке çуллен пĕр вăхăтра тумаççĕ. ЧП. Пирĕн тăвансем йĕреççĕ, мĕншĕн йĕнине пĕлместĕп, пĕр тăван катăк пулнăран-тăр. N. † Пирĕн тăван йĕрет, куçне шăлат; мĕшĕн йĕнине пĕлмерĕм, пĕр тăванăмăр катăк пулнăран пуль. КС. Унăн ыттинчен пурăнăçĕ лайăх та, анчах ывăл-хĕртен катăк (нет детей, не рождались дети). N. Катăк польчĕ. Умерла (дочь). Кильд. † Кунтан эпир пĕр кайсассăн, пирĕн вырăн катăк юлмĕ-ши? || С отбитым краем. ЧП. Катăк пуртă (щербатый). N. Катăк чашăк — чашка с отбитым краем. Кан. Катăк хĕриллĕ чукун. Бел. Гора. † Хĕреслĕ тенкĕн хĕрри катăк, пирĕн йыснанăн шăлĕ катăк. КС. Катăк шăллă çын пулать. N. Катак çăвар Иван. Иван, по прозванию катăк çăвар. В. Олг. Катăк сăмса, нос, одна часть которого утрачена. N. Чĕкеçĕн хӳри çавăнпа хайчă пек катăк, тет. Юрк. «Катăк — расколото». || Зубы. Хорачка! ман ачан кады̆ҕы̆ тохса (прорезались зубы); || Меньше. N. Пĕр тенкĕрен виçĕ пус катăк (= 99 коп.). Завражн. Ултă лаша катăк. На 6 лошадей меньше. П. М. Мих. Çиччĕ воннăран виççĕ катăк. 7 меньше 10 на З. || Хуже. Шел. II. 62. Тĕррисемпе пысăккăшсемпе те, çӳçи-шерписемпе те, пур енĕпе те муçейрисем (платки) катăк тăраççĕ. Ib. 60. Ман туйран юлас халĕ? Эпĕр çынран катăк-им? N. Спасибо еще çын çинче катăк çӳреймерĕр. (Письмо). || Глупый. Сред. Юм. Тĕрĕс çын-и мĕн ô? катăкрах вит ô. (глуповат). Синьял. † Ачасем эсйр катăкрах, куç хĕснине пĕлместĕр (не понимаете, не замечаете)!

ката

(када), отдаленность. Собр. Умуççинчен умми катая ӳкмест, теççĕ. Бгтр. Йывăççинчен улми катана ӳкмест. Н. Седяк. Катара = аякра. N. Катара икĕ чана пулкки ларать, тет. N. Катаран килеççĕ-инçетрен килеççĕ. Сĕт-к. Катаран, издалека. || N. Ката = чикĕ? || Край. Альш. Катара пурăнакан кӳршĕ (на краю деревни)? Юрк. † Катаран (= хĕринчен) сусан (если считать), вуникĕ кил урлă. Ст. Чек. Пирĕн пӳрт çак ăрам вĕçĕнче, катара, ларать (последняя на краю; катаран виç кил урлă ларать, через З дома от края). || В наречном см. N. Ката ӳкмест. Далеко не упадет.

катаччи

(кадач’ч’и), катанье на маслянице. Орбаш. † Катаччи ярнас килет те, çунаска (не «с») туртас пулать (Послов.). Абыз. † Яшсам катаччи чуптармарĕç. Яшсен ĕмĕч татăлтăр та, çуни тупань çурăлтăр! Панклеи. Пĕре çак (она) ачасампа катаччи хĕрне тоххĕр (на гору?). ТММ. Кайăр, кайăр, катаччи, катăк çатма икерчи. Собр. † Катаччи та çăварни, катаччи та çăварни. Курм. † Катаччи, çăварни çолталăкра пĕре килчĕ. || Якейк. Катаччи турăмăр. Мы сделали из снега гору (для катанья).

катет

(кад’эт’), прибрать. КС. Пӳçна пăртак катет! Приведи в порядок голову (волосы)! Ib. Çак пӳрт-ăшчиккине пăртак катет-ха.

кача таки

козел. Курм. Шибач. Икĕ пичĕшĕ (два старших брата) кача таки çитĕнтереççĕ (козлов). Панклеи. На, çак кача-такине сан ул (сын) путяк, тутартăр. См. каç-таки, кач-таки, качака таки.

Каша

(кажа), назв. села Кайсароза, б. Симб. у. Разделяется на Аслă-Каша, Тутар-Каши и Кĕçĕн-Каша, Альш. Казанскине (22 октября) Кашанăн праçникĕ, вăйлă ĕçки-çики, йĕпе-сапа вăхатĕнче килет. Каша. Пирĕн яла Каша, теççĕ. Унта икĕ ял пĕр çĕрте. Вырăсла вĕсене; пĕрне д. Елховоозерная, тепĕрне д. Кайсарова, теççĕ. Образцы 92. Çак хула пек Кашаран епле ытарса тухам-ши? || Назв. дер. Артюшкиной, б. Симбирского у.

кашнăй

то же, что кашни. БАБ. Çак «чфу» сăмаха кашнăйĕнче (каждый раз) тасарах калат (йомзя, при заклинании).

кикен

(киг’эн’, Пшкрт киҕӓн), чемерица белая, veratrum L. album L. Чеб. и др. Рак. Кикен. Унпа шăнасене пĕтереççĕ. Выльăхăн мĕнĕ-те-пулсан хуртлансан, çавăн тымарне тӳсе сапсан, хурчĕсене тăкать. Пуç ыратнăран, тата никĕт çинĕрен те (= шăла хурт çинĕрен), сăмсаран тапак туртнă пек туртаççĕ, (нюхают). Никĕчĕ каять, тет, вара. Кайсар. Кикен. Çаранра ӳсет. Тымарĕ шăнасене вĕлерет; тӳсе сапсан, выльăк хуртне пĕтерет. Выльăх суранлансан, суранĕ хуртлансан, кикен тĕпне сапаççĕ. Зап. ВНО. Кикен, тикен, чемерица. Мыслец. Кикен, чемерика. СПВВ. Кикен; тикенек. Якейк. Кикен — ядовитое растение. Н. Седяк. Кикен; çак курăк вăрри ӳсĕртет. Шибач. Кикен — вĕлерет выльăха. П. И. Орл. Выльăхăн кучĕ-мĕнĕ хуртлансан, кикене тӳсе сапаççĕ те, вара вăл пĕтерет; тата выльăха хирĕç вăрнсан (= вăрăнсан, иначе: хаяр ӳксен) пама йӳçĕтнĕ çĕре яраççĕ. Ст. Ганьк. Çĕр çинче кикен хаяр, кикенрен эпĕ хаяр. (Из заклинания «йӳçĕ чĕлхи»). Хĕрлĕ Урал. 1921, № 10. Кикен çинĕ сысна пек çăварĕсенчен (кăпăк) кăларса йăваланса çӳрерĕç (от кумышки). СТИК. Кикен çинĕ (или: кикен тĕп çинĕ) — говорят насмешливо о пьяном.

Киккăн-Шоккăн

(-ккы̆н), Кекино и Шокино (два совершенно обрусевших мордовских села в б. Курм. у.). Якейк. † Алтăр виттĕр пăхрăм та, Атăл тинĕс корăнчĕ; корка виттĕр пăхрăм та, Киккăн-Шоккăн корăнчĕ. Киккăн-Шоккăн ут сотти, çак Яккошкĕн хĕр сотти.

кил

(к’ил’), итти, ехать, прийти, приехать, прилетать (сюда, в направлении сюда). Альш. Килтĕмĕр, килтĕмĕр те, уччилние çитрĕмĕр хайхи çавăрăнса (шли, шли, и, наконец, вернулись к школе). Ib. † Хуçи: кил, кил! тесессĕн, сĕтел умĕнчи çын эпир; хуçи: килех (прошу пожаловать)! темесен, алăк панчи çын эпир. Ib. Килех, хăта, килехи аван çитрĕн-е (хорошо ли доехал)? тесе калаççĕ. Ib. † Килмесĕр (вар. килмесĕр те) килнĕ çак киле, ытла (вар. ыттах) тĕлĕнтерсе хăварас мар. (Застольн. песня). Бюрг. † Килмесĕр те килтĕм çак тăвансем патне, ухатам килчĕ юрлама. Якейк. Ку карттуса вăл мана сан пата килме анчах пачĕ. Ib. Килĕçин килччĕр (или: килĕç. Если желают, пусть придут... Ib. † Пичи патне килесси (трудно), килессинчен каясси. Ib. Эс Хосана хальччен килмен-и? Халь килнисĕр пуçне эс нихçан та Хосана килмен-и? Ты первый раз в Казани? Ib. Килсен килĕ. Что же, ладно, пусть уж придет, что ли. ГТТ. Маншăн пулсан, вăл кунта пĕртте ан килтĕрччĕ. Я совсем не хотел бы, чтобы он приехал сюда. Изамб. Т. † Ăсатса яр, тăван, ăсатса яр, улма пахчи витĕр кăларса яр. Хăçан килессине каласа яр. Ала 94°. † Кинçĕм те лайăх Хĕвекле, килнĕ те кайнă вăхăтра, хирĕç те чупса тухинччĕ; хирĕç те чупса тухмасан, ăшă та сăмах пулинччĕ. Орау. Пĕр-ик-виççĕ киле-киле кайăп-ха эп (т. е. приеду или приду). Ib. Кашни кун киле киле чӳречĕнтен шаккăп. Буду, приходя каждый день, стучать тебе в окно. Ib. Килме çиле майлă пулчĕ те, аван пулчĕ. Ехать было по направлению ветра, поэтому хорошо. N. Тутар хĕрĕсем, тутар арăмĕсем çуркуннепе киле-киле пир-авăр тĕртмелли иле-иле каяççĕ. Тюрл. Вăл килмелле мар кайнă. Он ушел с тем, чтобы более не возвращаться. N. Килнĕ чухне атă илсе кил. Когда придешь, захвати с собою сапоги. Чув. пр. о пог. 171. Аслати пĕр çĕртен тепĕр çĕре килсе куçсан... Если гром переходит с места на место... Юрк. Куллен уччилнике кил, çырăва вĕренме ан ӳркен. Ib. Килессӳ пулсан (если думаешь приехать), часрах килме тăрăш. Ib. Эпĕ ун патне килсеттĕм, кала халĕ ăна, кунта ман патма тухтăр, тет. Янорс. Пăртак тăрсан тата темиçе пăрохот киле-киле карĕç, хăшĕ темиçе парăш кăкарнă. Шинер-п. Пирĕн пата ан килтĕр, тесе, картисене сӳтсе тăкрăç. Ст. Шаймурз. † Çакăях тăвансем пулмасан, килеймен пулăттăм эпĕ çак киле. Трхбл. Яшкана васкасах ан çак-ха, килерех паччăр (напр. сухаран, вăрмантан). Шурăм-п. № 26. Эпĕ алăкран кĕрсен çĕлĕке илсе, асаттесен йăлипе: ман килес! терĕм. Регули 22. Килмессерен килте çок вăл. Ib. З47. Вăл çомăр çăвиччен килсеччĕ. Ib. 1451. Эп чĕнтĕм она, вăл килчĕ; вăл каламарĕ тума, эп тумарăм. Ib. 17. Исе килмесĕр ма килтĕн? Шорк. Никам та килнĕ палли çук. Нет следов того, чтобы кто нибудь приходил. Ст. Чек. Вĕсем виççĕн килчĕç-и? — Виççĕн кăна-и вĕсем (какое втроем), вунпиллĕк çынна яхăнччĕ! N. Паçăр ман патма пĕр çын килчĕ те: аçу вилчĕ, терĕ (умер отец того, к кому пришел человек). N. Паçăр ман патма пĕр çын килчĕ те, сан аçу вилни çинчен пĕлтерчĕ. N. Паçăр пĕр çын килчĕ те: атте вилчĕ, терĕ (умер его отец). СППВ. ТА. Кил токко = кил халь. Икково. Ача алла килесшĕн. Ребенок просится на руки. Ib. Вăл ача ман алла килмест. Тот ребенок не идет ко мне на руки. N. † Хам тăванçăм килет, асăнса, хура лаши килет ыткăнса, ылттăн пĕкки килет çутăлса, хурама турти килет авăнса, чĕн тилкепи килет туртăнса. Едет нарочно ко мне мой родимый; его вороная лошадь мчится (стрелою), золотая дуга блестит, загибаются вязовые оглобли, (туго) натянуты ременные вожжи. Кан. Эрнере иккĕ килмеллескер, пĕр хут çеç килет. Альш. Сивĕ çĕрсем (ночи) киле пуçларĕç. Ib. † Сарă хăмăш тĕпне шыв килсен, çурккуне пулнине çавăнтан пĕл. N. Мĕн полат-килет! Что будет! (или: что будет, то будет!). || Прийти за... Орау. Кĕрĕкне илме килчĕ. Кĕрĕк ыйтма килчĕ. Пришел за шубой. || Вернуться, возвратиться. Бел. Эпĕ каяс çĕре утрăм, усем килелле килчĕç. Я пошла своей дорогой (в гости, в другую деревню), а они вернулись домой. (Они были из той деревни, что и рассказчица). Альш. Тимĕрçĕн ачи выляма кайнă, тет. Выляса килет, тет те, тимĕрçĕпе арăмĕ йĕрсе лараççĕ, тет. Ib. Киле килме тухрăмăр вăрмантан. Килсен, килсен, çул çинче манăн алса укнĕ-юлнă. Регули 177. Атти киличчен кĕтсе тăтăм. Ib. 318. Вăл киличчен кӳлсеттĕмчĕ. Ib. З51. Эп киличчен тăрнă вăлсам. Ib. 262. Утсам кĕтĕве ярмасăр килмерĕ. N. Атте пасартан киле пырать пулĕ (уже возвращается). || О запахе. Кратк. расск. Çăварĕнчен хăйĕн пит йывăр шăршă килнĕ. || О выигрыше. Яргуньк. Тата çĕр тенкĕ хучĕ, тет те, татах Ивана килчĕ, тет (Иван выиграл) N. Çапла ĕнтĕ хресченсенĕн тупăш çулталăкне З50 — 400 т. яхăн килет. || Зависеть; происходить. ХЛБ. Тырă-пулли пуринчен ытла сухаланинчен килет (зависит). N. Вăл ĕç пĕр пиртен анчах килмест (не от нас только зависит). Малт. шк. вĕр. фиç. 114. Анчах çавăн пек суя ĕнĕнӳсем пирĕн тĕттĕмлĕхрен килет. || Уродиться, удаваться. Çук, тулăсем кăçал килмерĕç (пшеница не уродилась). N. Хĕвел хытă хĕртсе типĕтсе янипе Египетре халĕ те тырă акни нимĕне те килес çук. || Сходиться. Собр. † Санпа манăн сăмах пит килет, те ĕлĕкрен пĕрле тăнăран. || Возникать (о желании). N. Курас килекен пула пуçларĕ (пулчĕ?). Стало хотеться увидать. О сохр. здор. Тăвассу килтĕр; тăвассу килсен, тума пулать ăна (это). Орау. Тул тухасран тухас килет. КС. Нихçан та кун пек ĕçес килсе ĕçмен пулĕ (т. е. эпĕ). N. Çырас килсе çырмастăп. Янорс. Манăн вара хот (грамоте) вĕренме каяс килекен полчĕ (захотелось итти учиться). N. Ку ача çул çинче пĕр утă лавĕ тĕл пулать те, çиес килнĕ майĕпе çăтат-ярать, тет. СЧЧ. Пăтти вара пĕтĕмпе çу кăна пулат (страшно масленая), çиес килмен çĕртен те çимелле (и не хочешь так явится аппетит). Юрк. Вĕренес килекенсем манăн авă вĕренеççĕ, нихăшĕ те ку вăхăтра киле кайма ыйтмаççĕ. N. Вара вĕсем мана: питĕ каясах килсессĕн, каях, ачам, терĕç. Регули 562. Мăнăн исе килес килет (килмеçт) конта. N. Манăн ăна вăл пӳрте пĕртте ларттарас килмес (не хочу, чтобы он строил). Сред. Юм. Чашăк çăвас килмесен, вăник кошак осрас полать. (Поговорка. Вăник кошак пĕр чашăк çулласа тасатаççĕ, тет). N. Укçа паракан çын хăй укçи выçă çынсене çитессине (дойдут ли) пĕлмесен, укçа парасси те килмест. К.-Кушки. Ăна курсанах, çилĕ килсе каят. Когда на него смотришь, зло берет. N. † Икĕ йӳллĕ çул пырат, пĕр юпĕпе хĕр пырат, çавна тытса, чуптусан, çамрăк пуçа вăй килет. || Приходиться, случаться. О земл. Ана çине навус тăкнă пулсан, çав 100 пăт хакне ĕçлесе тупма килмен пулĕччĕ. Толст. Мана пĕр золотника (= мăскала) 5835 пĕрчĕ килнĕччĕ (эпĕ вĕсене юриех суса пăхрăм, т. е. яйца шелкопряда). ЧС. Мĕн тăвас, пĕрре çапла килчĕ те, ларасах пулать çав. ХЛБ. Ана çине тирĕслĕке тăкнă чух епле килнĕ çапла (= кое-как) тăкас пулмасть. Альш. † Мĕскер пулмĕ, мĕскер килмĕ пирĕн çамрăк пуçсене! || Проявить то или другое качество. Ала 99. Хĕл ăшă килсен, çу сивĕ килет, тиççĕ. Изамб. Т. Кăçал çуркунне сиввĕ килчĕ (весна была холодная). ТХКА. З. Çанталăк пĕр килмест çав. N. Чăнах та, ыйтса пăхсан, Кĕркури пичче: самана çапла килчĕ, терĕ. О земл. Пурăнăç (жизнь) йывăртан йывăр килет. || Означать. Трхбл. Аптăранă тени вырăсла мĕн сăмаха килет-ха вăл? Какому русскому слову соответствует слово «аптăранă»? Альш. Вăл сăмахсем мĕне килнине (что означают) пĕлеймеççĕ. ГТТ. Çак сăмах (слово вирт «палы») мĕне-те-пулин килмĕ и тата? (не имеет ли связи с чем-либо). || Заниматься (о заре). N. Çурăмпуç килет. Занимается заря. || Относиться. N. Вĕсем пĕтĕм патшалăха килекен ĕçсене туса тăраççĕ. || Настраиваться (об инструменте). К.-Кушки. Купăс килмен. || О пении. Альш. Каллах пурте калаççĕ (поют) пĕр сасса килсе, пĕтĕм яла янăратса! Ст. Шаймурз. † Тавай, тантăшсем, иккĕн юрлар, ĕнтĕ килет пулсан кĕввĕмĕр. || Быть подходящим, пригодиться. Орау. Сăмаха килмен япала çинчен мĕн калаçса ларан? Ĕçе килмен япалапа, мĕн тăвас унпа, вырттăр хăй вырăнче. N. Апла килмест вăл. (Это выражение) и верно, не идет, не подходит. Батыр. Ташла пĕлмен çынна кĕвĕ килмен, тет. (Послов.). Ашшĕ-амăшне. Килменнине ан калаç. Не говори того, чего не следует. Ст. Чек. Улталани те манăн вĕт килет (т. е. складно, умело обманываю?). О земл. Икĕ хут сухалама килмесен... || Быть принятой (о жертве?). ЧС. Халь çĕнĕрен пĕçерсе чуклемелле, тата çĕнĕрен чӳклесе килмесессĕн, эсĕ пĕтĕм выльăх-чĕрлĕхе вĕлеретĕн вара (будешь виной смерти..). || Быть к лицу (о костюме). Икĕ талир пĕр манир; ăçта çаксан, килĕ-ши? I| Быть привезенным. Тораево. Тата арча килнĕ, арчи ăшăнче хĕç (меч) пулнă. || Вытекать. Орау. Ача умĕ («воды») килчĕ. См. ача умĕ. || Выходить замуж. Образцы 99. Тата пĕр çул кĕтĕттĕм, килмĕ çавă вăл мана. Я подождал бы еще годик, но дело в том, что она за меня не пойдет. || В чувашизмах. Сред. Юм. Онтан нăмай та порнаймарĕ, тет, карчăк ача килсе те çоратрĕ (неожиданно родила), тет. Йӳç. такăнт. 34. Улюн кальт тутине йĕпетсе. Ах, килех, кил, пулмастех! (Здесь кил в значении русск «прими пожалуйста» при вежливом обращении. Так, при угощении, напр., пивом, угощаемый, попив немного, возвращая поданный стакан или ковш угошающему на руки, говорит ему: кил). || В качестве вспомогательного глагола. Кан. Çул çинче ниçта кĕрсе чей ĕçме тупмасăр, çул тăрăшшĕпех юр çисе килтĕмĕр (всю дорогу ели снег). Якейк. Пасара кайса килме кĕрĕк пар-ха. Дай мне шубы, сходить на базар. ЧС. Атăр, çавна курса килер-ха (сходим и посмотрим), терĕç. N. Тилли кунтă тĕпне шăтарат, тет те, пуллисене çул тăрăх тăкса килет, тет. N. Манăн кун-çул кĕскелсе килчĕ ĕнтĕ. N. Пурăнас кун çулă (= кун-çулу) пĕтсе килсессĕн... ЧП. Вăйă иртсе килет-çке, пирĕн ăшсем çунçаçĕ-çке. Сунар. Унта çу çинче пĕр ылтан çыпçăнса килнине курнă (червонец пристал к весам, которые брали в соседи). Альш. Çырмасем типсе килеççĕ (после разлива). Ib. Тырра хиртен пуçтарса килеççĕ. Ib. Чапăрлăсене, халĕ ĕнтĕ вĕсене: тăват пилĕк килĕрен те ытла мар, теççĕ Мертлĕре, пĕтсе килеççĕ, тет, вĕсем. Ib. Чапăрлă çапла кĕçĕн ял пулса тăрат-тăрат та, пĕтĕмпе пекех пĕтсе килет. Ib. Тул çуталса килет (светает), пушара сӳнтерсе килеççĕ (возвращаются, потушив пожар). Ib. Кунсем лайăх тăраççĕ-ха. Çу уйăхĕ çитсе килет. Ib. Каçпа вара çынсем тухса килнĕ чух ӳсĕр выртат Мишка. Ib. Вăл тайлăмра (в ложбине по течению реки) вара ялсем килнĕ ларса. Ib. Килсе килчĕç вуникĕ вăрă. Синерь. Патша ывăлĕ кайăка хӳринчен тытрĕ, тет те, хӳри тухса килчĕ (оторвался), тет. Хора-к. Çанталăк питĕ тĕттĕ(м)ленсе килчĕ. Ib. Мункун çитсе килчĕ, ĕçме-çиме пĕтсе килчĕ. Якейк. Пӳрте кĕрес тесе, алăк хăлăпĕнчен тытрăм та, алăк халăпĕ хуçăлса килчĕ (отломилась). С. Дув. † Çӳлĕ ту çине улăхнă чух пĕр ял килет курăнса. Толст. Уйăх шуралса киле пуçланă, сывлăм ӳкнĕ, тул çутăлса килнĕ. Регули 225. Пол тытса килет; пол тытнă çĕртен килет. Ib. 1272. Копан-копан тияса килтĕм. Капанĕпе (копипе, копипех) тияса килнĕ. Орау. Тĕнче пĕтсе килет; ăйăх пусса килет. Ib. Мункун çитсе килет. — Тул çутăлса килет. — Каç пулса килет. Ib. Кăнтăрла çитсе килет, эпĕр, вырса, ана пуçĕнчен уйăрлман, ялкулли! КС. Аслати алтса килет. N. Суйлав вăхăтĕ çитсе килет.

килмен-кайман

беспорядочный, никуда непригодный. N. Килмен-кайман ĕçе тăват. Никуда негодное дело (работу) делает. Альш. † Килмен кайман йыснана Пӳркелĕнчен тупрăмăр. Тайба-Т. † Татăк-татăк улача çеçен хиртен тупрăмăр; килмен-кайман йыснана çав ялтанах тупрăмăр. Ст. Шаймурз † Килмен-кайман йинкене çавă ялтан тупрăмăр. N. † Килмен-кайман кĕрĕве (ял ятне) тупрăмар. Орау. Килмен-кайман сăмахсем = намăс сăмахсем. Юрк. Çăкăр мурĕ. Манăн пĕр пĕлекен çыннăмăн килмен-кайман сăмахĕсем пур. Çав сăмахсене вăл час-часах çынсем умĕнче, тытăнат асăнма. Самар. Пĕр килмен кайман карчăк таврашĕ. СТИК. Мĕн çак килмен-кайман Мишука тăхăнса ярам? (Говорят надевшему пиджак; килмен-кайман — не к лицу, не идет».

киле кĕр

войти в дом, в зятья. Н. Шинкус. Çак кĕлле аттепе пĕр-тăван пичче вырăнне киле кĕнĕ Димитрий Кузьмин каласа çыртарчĕ (продиктовал). Б. Яныши. Коракĕ салтака кайса килсен Ĕçтар Петĕрĕн Кĕтерин ятлă хĕрĕ патне киле кĕнĕ. || Сред. Юм. Киле кĕме кайнă. (Туйла качча каякан хĕр хăй ратнисем патне киле кĕрсе çӳрет). Тюрл. Киле кĕни — хождение невесты по родне перед свадьбой. См. туйла.

кил-хуçа

а!), хозяин дома. Образцы 36. Çак кил-çуртра пире курсассăн, кил-хуçа чунĕ савăнать.

килĕш

(кил’э̆ш), соглашаться, договариваться, уговориться. Юрк. Пуринпе те (во всех отношениях?) çапла икĕ енчен те килĕшсен... Ib. Кĕсем те мĕн пурĕпе килĕшсен, евчи чăпăркка пăрахат. N. Канаш туса килĕшнисене хăшне-пĕрне земски собранисене параççĕ. || Торговаться, столковаться. Чем люди живы. Пăртак тăрсан, Симун çак арăмпа хакне килĕше пуçланă. N. Вăл кĕрĕшекенсемпе кунне пĕрер динарипе килĕшнĕ. Юрк. † Пӳлмĕрсем тулли тырă пур, хакне килĕшмесĕр ан сутăр. Ау 17°. Шуйттан ачи тухрĕ, тет те: этем ! ытти япалапа килĕш, çурт кучĕ йывăр, теççĕ, (терĕ, тет). КС. Эпир унпа килĕшеймарăмăр. Мы с ним не могли столковаться (или: сторговаться). Альш. Çарансем килĕшеççĕ. Юрк. Хай айăра илес текенсем виçĕ çĕр тенке килĕшсе укçа парсан, ăйăра илсе те каяççĕ. Ст. Чек. Вăл ун лашине килĕшмен (не сторговал) || Сосватать. Килĕшсе çураçни. К.-Кушки. † Килĕшнĕренпе йĕре-йĕре хĕрлĕ чĕре шуралчĕ. N. Хĕрĕ килĕшсен (кунсан), Мариам, тавăрăнса, хăй амăшне чĕнсе пынă. Образцы 99. Пĕр чӳрече, ик чӳрече, атте, мана хĕр килĕш. Атте, санăн кинĕ (сноха) пулĕ, манăн кăмăлăм тулĕ. || Понравиться. Никит. Çак сăмахсем пĕтĕм çынна питĕ килĕшрĕç (пришлись по сердцу, понравились). Альш. † Çак тăвансем патне килсессĕн, сăмах килĕшеймесрен хăратăп. Кан. Кăмăла килĕшрĕ пулмалла старикĕ. Н. Якушк. † Эпĕ каяс килĕре çын килĕшмест, теççĕ, эпĕ епле килĕшĕп-ши? (Хĕр йĕрри). || Помириться. Чăв. й. пур. 9. Леш Микка ялан ӳкĕтле-ӳкĕтле йăпатнă, ку йăпатнă тăрăх вара лешсем пĕтĕмпех килĕшнĕ. || Быть удачным, годным. N. Кунĕ те килĕштĕр, çынни те килĕштĕр. (Из наговора: «Ăш ыратсан, вĕрекен кĕлĕ»). N. Вĕсем (знахарки, лекарки) куçа килĕшмен япаласем ярса, пушшех пăсса пăрахаççĕ. О сохр. здор. 51. Çапах та вĕсем пит аван апат, вĕсене пурин те çиес пулать, анчах сывмар çынсене питех килĕшмест. Ст. Чек. Кунти çĕр-шыв мана килĕшмен (не подходящий климат). N. Эпĕ халĕ вар-виттипе хупланап-ха: те кунта килни килĕшмерĕ темĕскер мана. Орау. Мана пур апат та килĕшмест. Янш.-Норв. Телейсĕрсенĕн вăрласа кайсан та (невесту) килĕшмест: е вĕсене çул çинче тытса, укçасем илеççĕ, е курайман çынсем вăрланă чухне çӳсмен пăявне касса татаççĕ. || О согласии в речах. ЧП. Сирĕнпеле сăмах пит килĕшет. Ст. Шаймурз. † Сирĕнпе сăмах пит килĕшет, те кĕçĕнрен пĕрле ӳснĕрен. || Быть угодным, итти в прок. Ст. Чек. Манăн парне килĕшмен (жертва не принята). Ib. Кĕлле кайни килĕшмен (хождение в церковь оказалось неугодным). ДФФ. Çинĕ чухне, хул калек шăмăсене (= шăммисене) хышласа тасатсан, çутă çĕрелле тытса, витĕр пăхатьчĕç: вăл шăмсем таса пулсан, чӳк килĕшнĕ, тетчĕç, — таса мар пулсан, хура йĕрĕсем курăнсан: чӳк туни вырнаçуллах мар, тесе калатьчĕç. ЧС. Çын-мĕн кĕрсен, чӳклени килĕшмест (неудачно), терĕ. Ib. Пĕр-пĕр вĕçен-кайăк йăва çавăрма киле илсе килсен (пух жертвенных птиц) Куслав килĕшмест, тет те, вара нихçан та килĕшмест, тет. Арçури. Киремете килĕшмен, çырмаранах çырлахман. ЧС. Сирĕн хăйматлăхсене сурăх парне пани килĕшмен, унăн алли йăвăр пулса, сурăхусем çавăнпа вилсе пĕтнĕ. Шурăм-п. 9. Çав вите хуçи лаша çилхиие йăваласа муталать пулсан, лаша киле килĕшет (ко двору). || Быть приличным. Ст. Чек. Килĕшменне хытланан! Якейк. † Ай аки Мари пор, хĕр чох çӳрени килĕшет (когда выйдет замуж, гулянья прекращаются). N. Килнĕ çыннăн кайни килĕшет. || Быть к лицу. N. † Çĕнĕ çапата, шур чăлха хĕр уринче килĕшет; хура сăкман, йăс тӳмме каччă çинче килĕшет. Г. А. Отрыв. † Хамăр хура пулсан та, савни сарă килĕшет.

киремет

(кирэмэт, к’ирэмэт’, Пшкрт: кєр’ємєт), киреметь (как свящ. место; от араб. кирамӓт). Охотн. Разные места около деревни и в самой деревне чуваш усеяны киреметями. Даже люди, близко стоящие к чувашам, часто ошибаются, понимая под слозом «киреметь» самих злых богов. «Киреметь», собственно, есть место, где пребывает злой дух, напр. дух какого-нибудь известного, некогда жившего на этом месте, чувашина, представляющего собою героя. У нас, напр., около деревни лежит прекрасное возвышенное пустсе место, имеющее форму полуострова, так как оно окружено с трех сторон двумя реками, соединяющимися в одну. На этом месте, помню, несколько лет тому назад росла старая, старая береза. Место около березы, а нередко и самую березу чуваши называют «утлас киремечĕ» — киреметь Утласа. По преданию чуваш, всем этим полуостровом владел когда-то богатый мужественный чувашин по именн Утлас. Находясь на высоком месте, откуда виднеется окрестность, и в то же время защищенном реками от нападения неприятелей, и владея домом с подземными кодами, ои умел всегда искусно и мужественно охранять себя и свое имущество от воров и разбойников и держать в страхе и покорности жителей нашей деревни. Утлас сам давным давно умер, но не умер его дух; он живет под березой, посаженной Утласом в своем саду. Дух его и теперь держит чуваш в страхе. Ни один чувашин не осмеливается выразить свою непочтительность к березе, где живет он, в противном случае дух Утласа наказывает его продолжительными телесными болезнями, для избавления от которых существует единственное средство — просить прощение в молении перед березою и зарыть в землю около нее медную монету, двухкопесчного или трехкопеечного достоинства. (Признаки жилища. Утласа до сего времени сохранились). «Киремети» имеют и другое происхождение. Место, где раньше совершали в продолжение столетий общественные моления высшим богам, нередко впоследствии были оставляемы, так как с течением времени условия жизни изменились, и чуваши, находя неудобным молиться на том месте, выбрали другое место для молений. Но уважение к прежнему месту молений сохраняется. Они и после изредка ходят туда молиться. Затем йомзи, затрудненные в обьяснении причины болезни чувашина, обращавшегося к ним за советом, говорили, что болезнь могла произойти лишь от неблагопристойного поведения его около известного места. Так постепенно чуваши приходили к убеждению, что на этом месте обитает злой бог, который и посылает нм болезни. Отсюда произошли новые «киремети» чуваш. Например, в нашей деревне, на берегу речки, есть место, куда собирались некогда для совершения общественных молений; оставлено было оно, по всей вероятности, когда поселились на противоположном берегу русские. Присутствие их мешало им молиться, так как те позволяли себе смеяться над их религиозными обрядами. Чуваши для молений выбрали другое место, а прежнее обратилось в «киреметь» (Авăр-кӳл киремечĕ). Сюда, в день совершения общественных млений, приходит старик, выбранный обществом, подметает небольшое место и, незаметно зарыв в землю медную монетку, отправляется домой. Этим выражается уважение к священному месту и память о молениях в старину своим высшим божествам. Чуваши чрезвычайно боятся киреметей и положительно разоряются на жертвоприношения им, особенно при продолжительной болезни. Дети еще с малолетства запугиваются «киреметью». Я помню, как нам было страшно проходить мимо «киремети»: мы опасались даже говорить между собою, чтобы как-нибудь не проронить оскорбительного для «киремети» слова. Как-то невольно слово застывало на языке. Никит. Киремет место — место, где приносят жертву киреметю. N. Ĕлĕк чăвашсем киремет патне укçа пăрахнă, халь нухрат пăрахаççĕ. Акă вăл мĕшĕн: халь киремет ашшĕ вилнĕ, теççĕ, аслă ывăлĕ уйăрлса тухнă, вăталăхĕ салтак(р)а, кĕçĕнан ухмах, теççĕ; çавăнпа ăна халĕ, укçа вырăнне нухратпа улталаççĕ. Собр. Умма татас вăхăт çитиччен, киремет патне умма татса еçсе пăрахсан, киремете аçа çапса çунтарса ярать, теççĕ. Çапла тусан та тармасан, сысна пуçĕ кайса чикеççĕ, тет те, вара тарать, теççĕ. N. Вăл мăн чӳк тенине киремет ăшăнче тумаççĕ, пĕр таса çерем çине тухса парне кӳреççĕ. Шурăм-п. Кунта ĕлĕк киремет пулнă, тет. N. Вăл киремет тени — йăри-тавра йăвăç; çав йăвăçсан йăри-тавра карта тытнă, çав карта ăшне пĕтĕм ватă çынсен (так!) пуçтарăнса кĕл-тăваççĕ. И. Тахтала. Киреметре ан вăрçăр, унта вăрçакан вилет. Никит. Çав киреметре час-часах çынсене киремет тытать. Начерт. 104. «Киремет» и «киреллĕ», место чувашского богослужения. Бгтр. † Пирĕн ял çине пăхсассăн, Шупашкарăн туйăнат, çак ял çине пăхсассăн, киреметĕн туйăнать. Панкми. Чĕке ту киремет, Мăн киремет, Çĕн киремет. Чăвашсем 13. Чăвашсем, килте пĕр-пĕр çын чирлесен, юмăç патне каяççĕ те, вăл вăсене мĕн-те-пулин каласа ярат. Е пĕр-пĕр ыр сăмах калат (киремете), ырă сăмах каласан вара часрах тума хăтленеççĕ. Хăш киремете, вăл юмăç мĕнпе чӳклеме калат: пăтăпа-и, хур-кăвакалпа-и. Пăтă юсманпа ак çапла тăваççĕ: пилĕк тиркĕлĕх юсман тăваççĕ те, унтан пăтă пĕçереççĕ; пиçсен вара, кайса хăш ырăсем каманине чӳклеççĕ. Пырсан, пăттине юсманне лартат та, асăнат: е пĕсмĕлле, тав тăватăп, пуççапатăп, çырлах, мана хĕнне асапне ан пар, тесе. Хамăр айванлăхне пуççапса каçарттарма килтĕм, çырлах, ан пăрах, тет. Çак сан таврашăнта ытлашши сăмах калаçнă пулин те, вылянă-кулнă пулин те. Çырлах, тунă кĕллĕме хапăл ил, эпĕ хуранлă пăттăмпа, тиркĕлĕ юсманăмпа асăнатăп, витĕнетĕп, мана (чит. ман) айван кĕллине хапăл ил, эпĕ хам айванлăхăмпа йăнăшрăм, çырлах, тунă чӳкĕм-кĕллĕм вырăнлă пултăр, тет. Вара виç хут ӳксе пуççапат та, тата укçа хурат вара, миçе пус та пулин. Ун пек киреметсем пирĕн çĕрте пилĕк тĕлте. Ак ăçта: пĕрремĕш — Шăхран тулĕнчи ырсем, вăл варман хĕрринче, çырмара, Киштек хирĕпе хамăр хир хушшинче; иккĕмĕш — Киштекри ырсем теççĕ, вăл çирма ялта, вăрман хĕрринче; виççĕмĕш киремет вăрмантан пăртак аяккарах, унта ĕлĕк пит шултăра вăрман пулнă, пит вăйлă вăрман пулнă, çĕмĕрт пит нумай пулнă; анчах вăл киремет пит хаярччĕ, тет, вăл; унта никам та пырса кĕреймесчĕ, тет; вăл вăрмана вара уделни вăхăтĕнче кирпĕç тума кастарнă, тет; ăна кастарма килекен старшина вара пĕр уйăхранах вилнĕ, тет. Тата пĕр Киштек вырăсĕ çав киремет тĕлĕнчен иртсе пынă чух, ун тĕлне çитсен, мăшкăлласа, ларса сыснă, тет те, хăй вара пĕр эрнеренех вилнĕ, тет; пит усалччĕ тет, çав киремет. Çавăнпа унтан халĕ те пит хăраççĕ. Халь анчах йывăç сахал юлнă ĕнтĕ: саккăр-и, тăххăр-и анчах юлнă ĕнтĕ. Тăваттăмĕш киремет — Тарăнварта, вăл Салмалав хирĕпе хамăр хир хушшинче. Пиллĕкмĕш киремет — Хула ăшĕнче, Ахтапана кайнă çĕрте, çӳлĕ çыран хĕрринче. Тата тепĕр киремет Кăнна урлă, Таяпа енче, тĕме çинче; унта пĕр хурăн ларат халĕ. Çак киреметсем пурте пĕр пек мар: хăшĕ ытларах та хаяр, хăшĕ аплах мар, тет. Тата хир-йĕнче, Раккассипе Елшел хушшинче, пĕр киремет пур, тет, çавна çитес хаяр киремет çук (такого злого киреметя, как он, нет), тет, вара. Ун тĕлĕнчен иртсе кайнă чух калаçма та юрамаст, тет, кулма та юрамаст, тет. Вăл киремет вырăнĕ çултан инçе мар, çултан çĕр хăлаç анчах, тĕме çинче, таврашĕнче йывăçсем ӳснĕ, çавăн енне çавăрăнса пăхма та юрамаст, тет. Пĕлтĕр пирĕн ялсем улатимир Аçтап(п)анĕ Миххайла праçникĕнче Раккассине йыхрава кайнă. Унта вăл ĕçкеленĕ, каç пулсан тин тухнă, хăй ӳсĕр пулнă; çав киремет тĕлне çитсен, аташнă вара, аташса çаврăнкаласа çӳресе шат супнă вара. Унтан çав киремет тĕми çине пырса кĕнĕ те, унтах лашине тăварса, çуни çумне кăкарса, выртнă вара. Вăл, çывăрсан, пит усал тĕлĕк курнă вара. Тухнă, тет, салтак çарри, пурте пăшалпа, тет, унтан кăна та шурă кĕпе-йĕм тăхăнтарса пăшал парса, салтакла вылятнă, тет. Унтан ирхине, тул çутăлсан, киле тавăрăннă вара; киле тавăрăнсан, мĕн пулнине пурне те каласа кăтартнă вара. Унтан вара хăй пĕр эрнеренех чирленĕ те, тăватă уйăх асапланса(н), вилчĕ вара. Нимскер туса та мая килмерĕ. Хăй виличченех пĕтĕмпе çĕрсе кайнă. Сред. Юм. Кашни киреметĕн хăйăн хуçи пôр, теççĕ. Çав хуçин çитĕнсе хĕр качча кайсан, çав хĕрĕн ô киремете хăйпе пĕрле илсе каяс пôлать, тет; хăйне илсе каймасан, киремет темле чирпе те чирлеттерет, тет, çав хĕре. Чирлесе аптрасан, хĕр вара киремете хăйпе пĕрле илсе каять, тет; ăна илсе каяс пôлсан, ак çапла тăваççĕ, тет: пĕчик пӳкçни (= пукане) тăваç, тет, тôтăр таткисĕнчен чӳркекелесе те: çак пӳкенипе пĕрле киремет пытăр, тесе, хăй качча кайнă яла илсе кайса, орам варрине пăрахса хăварать. Вара çав пӳкени пăрахса хăварнă çĕрте киремет полать, тет; он хуçи вара çав пӳкени илсе пыраканнисĕм полаççĕ, тет. Çапла вара пĕр киреметрен икĕ киремет полать, тет: пĕри çав ĕлĕк полнă çĕрте, тепри пӳкенипе илсе кайнă çĕрте. КАЯ. Хăшĕ-хăшĕ чӳк хыççĕн (после моленья) киле кайма лай(ă)х мар, тесе, киреметсене кайса, укçа парахса кĕл-тусан, тин тавăрнаççĕ. М. Васильев № 3, 4. Çав хорама котне кайса янă çынна чăвашсем киремет тее пуçланă, киремет хăй çих полман-мĕн, онăн çемьи те полнă. Собр. Пуринчен ытла чăвашсем киремете пуççапаççĕ, ăна вăсем хурăнсенче, ăвăссенче, çеремсем çинче, е хурамасенче, юмансенче пурнать, теççĕ. Пĕр пĕр çын халсăр выртсассăн, часрах: е арăмĕ, е амăшĕ, е аппăшĕ, юмăç карчăкĕ патне чупса каять. Вăл пырсассăн, вара юмăç карчăкĕ хăйĕн пĕр тӳмме пек юмăç пăхмаллине енчĕкĕнчен туртса кăларат те, тути патне еçсе, тута тавра çавăркаласа: çав киремет тытман-и? ку киремет тытман-и? тесе, тӳммине ярать те, çиппе сулкалама тытăнать. Тӳмми сулкалансан: çав киремет тытнă, теççĕ; тӳмми сулкаланмасан: урăх киремет тытнă, теççĕ, вара тата пăхма тытăнаççĕ. Çапла вара юмăç пăхтарма пыракана суйса яраççĕ. Юмăç пăхтарса килсессĕн, киремете пăтăпа, юсманпа чӳклеççĕ. Шăматкун пасара пĕр икĕ пăт ыраш е сĕлĕ нухрат илсе парса яраççĕ. Килте вăл вăхăтра тайăн сăра тăваççĕ. Тайăн сăра тусассăн, пасартан нухрат исе килеççĕ те, пăтăпала, юсманпала киремете чӳклеççĕ; чӳкленĕ чухне юсманне пĕртак чĕпĕтсе илеççĕ те, нухратпа пĕрле уя, ăçта киремет пур, çав вырăна, пăрахаççĕ. Вырсарникун çитсессĕн, ир ирех киремет сăрине, ĕстел çине çăкăр хурса, чӳклеççĕ те, пĕрне часавай патне турра çурта лартма яраççĕ. Часавай патне çитсе, кулач исе чӳклесен, пĕр татăк киремете: çытăр, тесе, пăрахаççĕ. Çав пăрахнă кулача пĕр-пĕр ула-курак е çăхан çисассăн, киремет çиленет, теççĕ. Кайран тата халсăр выртсассăн, тата тӳрлетеççĕ. Ib. Чăвашсем киремете туррăн шăллĕ (в ориг. «шăлĕ») теççĕ. Т. VI. 54. Тата ĕçленĕ чухне те: вăрçса те ятлаçса çӳретпĕр пулĕ, киреметсем, çырлахăр, тет, турамăшĕ! НАК. Сырлан киремечĕ, Хура-Кĕсрери киремет, Саланчăкри киремет, тăлăп ăшĕнчи киремет! Пурăр та çырлахăр, пиртен урăх ан ыйтăр; кама мĕн кирли аçăвăртан ыйтар (см. ,,сĕмĕле»), эпир ăна сирĕ(н) тӳпĕре те патăмăр (дали и на вашу долю). БАБ. Ахаль те пирĕн хирте киремет нуммай, мĕн пурĕ пилĕк киремет: Аслă киремет, Кĕçĕн киремет, Пулат киремечĕ, Явка ялĕ, пиллĕкĕмĕшĕ — çичĕ çырма пуçĕ. Ib. Вăл аннен ала тымарне тытрĕ те, калама пуçларĕ: а! сире тăшман киремет ячĕпе пăсса пĕтернĕ. Янш.-Норв. Йĕкĕр-чуллă, аçаллă-амаллă киремет! Карăш пурчĕ (чит. пурчĕ?) киремет, уй пуçĕ киремет, Алăк умĕ киремет, Кивĕ-çурчĕ киремет! пурăр та çырлахар, пиртен ытлашшине ан ыйтăр, мĕн кирлине аçăвăртан ыйтар, эпир ăна сирĕн валли те патăмăр. (Уй чук туни; молитва к киреметям). ЧС. Кăна, сирĕн ĕнене, киремет тытнă; пĕр кавакал памасăр çырлахас çук, тенĕ (сказала старуха-йомзя), N. Вăл туррине те, киреметне те ĕненмест. N. Киремет тытрĕ: алă-ура чист хутланса кĕчĕ (киремет прогневался и послал болезнь). Нюш-к. Вырăслайра пĕлтĕр пăру кĕтӳçне, пĕчик ачана, машшин курăннă, тет. Шуркут Ярмулли (ватă çын) уна илтсен: киремет вырăн шырать пуль, тет. Çавах мана кĕлел тавра иртнĕ çăвла ут кĕтӳ кĕтнĕ чух... (здесь пропуск). Халь киремет пĕр çынна та тытнине каламаççĕ çак, тесен ак çапла каларĕ: халĕ киремет йăвашланчĕ, ĕлĕк питĕ хаярччĕ; эпĕ унтан 2 сум вунă пус парса (пăрахса) аран хăтăлтăм, арăм чут вилсе каятьчĕ. М. Васильев. Киремет тесе, çынна тытса хутлакан турра (так!) каланă. Вăл пит усал пулнă; ăна, тул çăнăхĕнчен сар çупа çăрса, юсман туса панă. Шурăм-п. Атте мана шăппăн каларĕ: ку киремет мар, ку арçури; киремет вăл куçа курăнмаст (терĕ). N. Киремете парнене кӳрекен выльăхсем: хур, путек, така, вăкăр, тына тăваççĕ (приносят в жертву), урăх пĕр япала та тумаççĕ. Чхейп. Вара сымар выртакан çынĕ чĕрĕлсен: киреметсем çырла(х)хăрçĕ ĕнтĕ, тесе хĕпĕртенĕ; сымар çын çаплах чĕрĕлмесен, киреметсене тата ытларах тăрăшса тăва пуçланă. Татах сымар çын чĕрĕлмесен, каланă вара: çук, пирĕн киреметсене кам-та-пулсан пирĕн çиран (на нас) елеклерĕçĕ пуль, тенĕ, çавăнпа çырлахмаççĕ пире киреметсем, тенĕ. Курм. Киремете валли: пашалу, вĕтĕ йăва, пăтă пĕçерсе, турăшсене кутăн тăрса, алăк янаххисем çине, çтенасем çине, йĕркипе, çуртасем çутса, чăркуçланса ларса, пуçĕсене чиксе, темĕскер пăшăлтатса кĕл-тăватчĕç. Ib. Пирĕн аттесем киреметсене салат, хăмла, çпичкă, тата укçа пăрахатчĕç: на сана, киремет, сăра туса, ĕç-çи, савăн; малашне пире ан тив, тетчĕç. Байг. Тата манăн аттепе анне тĕрĕс чăн тĕнпе пурăннă: тĕрлĕрен киремете, хĕрт-сурта чӳк туман, тата юмăç патне те ăс ыйтма çӳремен. Ст. Чек. Киремет вăл аван улталанă, шур сухаллă старик пулса, çынсене курăнса вăл каланă: эсĕр мана çапла-çапла асăнсассăн, хĕн-хур ямăп, тенĕ; чир-чĕр ямăп, тенĕ, выльăх-чĕрлĕх-хĕре айăп тумăп, тенĕ; асăнмасан, хур туса пĕтерĕп, тенĕ. Иванова. Пирĕн ялти тĕне кĕмен чăвашсем: питĕ усал киремет, тесе, çаксене шутлаççĕ: Хăмăл ятлă киремете, çиçтĕпе, тата ял вĕçĕнчи пĕр пысăк хыра. Сюгал-Яуш. Ĕлĕк киремечĕ хут пĕлнĕ. Хут пĕлнĕ те, ăна нимĕнпе те улталайман, укçах (так!) парсах пынă. Вăл аччи-пăччисене (так!) хут вĕрентмен. Çавăн пирки, хĕç тимĕртен касса, тенкĕ пек туса пăрахсах улталаççĕ. Шинар-б. Пирĕн хамăр патра пĕр çыран хĕринче пĕр çӳлĕ ту пур, унта пурте: киремет пур, тесе, пуççапнă, укçасем пăрахнă. Халĕ ĕнтĕ пирĕн вăл киремет сăрчĕсене сухаласа пĕтерчĕç. Ăна пурте сухапама хăранă. Виçе кассинче пĕр Иван Гаврилыч ятлă çын пулнă, вăл вара çав киремет сăрчĕсене, йӳнĕ хакпа илсе, акса пурăннă. Çапла вара пирĕн патра киреметсене пĕтернĕ. Собр. Киремете вĕсем турăран те аслă, теççĕ. Чирлесен, ăна: е хур, е кăвакал памалла, теççĕ; хур та, кăвакал та памасан, вăл вилет, теççĕ, мĕшĕн тесен ăна киремет: нуммай вăхăт иртернĕ, тесе, вĕлерет, теççĕ. Юрк. † Çӳлĕ ту çинчи киремет, начарланнă шеремет; шурă такапа чӳк тусан, самайланнă киремет. Çĕнĕ ялсенĕн хĕрĕсем начарланнă шеремет, Кивĕ-ялăн каччисем, чуп-тусан, самайланнă шеремет. КАЯ. Çавăрăнсан-çавăрăнсан (хлеб при гадании), хай мăн килемей аннене укçа çине кăтартса каларĕ: пăх, кин, пăх, тулĕк сан куçа те курнать тем, укçа çине пĕр пĕчĕк улпут сиксе тухрĕ. Вăл улпут Сурăм киремеч ывăлĕ. Унăн çăварĕ кĕмĕл, чĕлхи ылттăн, кĕçĕн чĕлхи (uvula) пăхăр; вăл икĕ чĕлхе ак мĕн калать: Апрам таврашĕ (пирĕн йăх ячĕ) ĕлĕк ман асаттене, вырăсла пулнă чух, пĕр тиха паман, халь çавăншăн ачине урнă йăтă туллаттартăм, ун ачи урса вилĕ!.. НТЧ. Хĕрлĕ çыр киреметĕнчен... N. Кайри (киремет?). N. Киремет пӳрчĕн никĕсĕ. См. Шĕнер киремечĕ, Рекеев III, 5, Магн. М. 121. || Приносимое в жертву киремети. Макка 53. Пирĕн ял патĕнчех хурăн çул пур, çав хурăн çул çинче киремет прахаççĕ. || Бранное обзывание. Ст. Чек. Ку киремет ста карĕ? Куда это он поехал? || Назв. местностей. НАК. Пĕрре кайăк хыççăн Хура Кĕсрери киреметре çӳренĕ чух, кӳлĕре пĕр кăвакал куртăм. Елаур. Киремет. Вăл Маликасси хыçĕнче, çӳлĕ ту айĕнче. Ĕлĕк унта киремете чӳк тунă. Унта малтан сĕм-тĕттĕм вăрман пулнă. Бел. Гора, Ст. Ганьк. Киремет, назв. урочища. Янших. Б. Пирĕн ял укăлчи тулашĕнче виçĕ хырă йывăççи пур. Çав хырăсем патĕнче ĕлĕк суя тĕнлĕ çынсем ку киремете пуççапнă, çавăнпа вăл вырăна Киремет, тенĕ. || Назв. оврага (тип çырма) около д. Дуваневой, б. Буинск. у. («унта ĕлĕк учук тăваччĕç»). || Назв. горы около д. В. Байгуловой, Козлов. р. Эпитеты «выртакан», «выртан», встречающиеся в названиях духов, повидимому, также свидетельствуют о том, что культ киреметей возник у чуваш из почитания умерших, слившегося впоследствии с культом мусульманских святых, на что указывают и сл. киремет, мăчавăр, мамале. См. Оп. иссл. чув. синт. II, 270.

Киремет варĕ

ложбина киремет. N. Эс киремет варĕнче çынпа ятлаçнă, çавăнтан сана çупăçнă (-çыпăçнă) çак чир.

кичем

(к’иџ̌эм, киζ’эм в Пшкрт. киџӓм), скучно; неприятно, горько. конфузно, жутко, дико, странно. N. Уйăрăлса каясси ăна пит кичем пулнă. Расставаться ему было горько. Юрк. Кăмăлăма тепле кичем, хама хам нимĕн тума пĕлместĕп. Стюх. Кичем — неприятный. Ib. Кичем пăхать. Смотрит антипатично, неприветливо. Хурамал. Кичем туйăнчĕ — лайăх пулмерĕ. Баран. 6. Кичем вăхăт çитсе пырать; ноябĕр уйăхĕ çитсе килет. N. † Çак пӳртре мĕн кичем? (Кĕл кичем). Пшкрт. Эп вăлсам пӧртне кĕместĕп, вăлсамăн пӧрчĕ (чэ̆) кичем (в ней мертво, неприятно). Ib. Кичем çын, мрачный, недобрый человек, неприятный по виду. Юрк. Тепле пăхса тăма та куçа кичем туйăнат. Букв. 1886. Эпĕ нимĕн чĕнейместĕп, кичем (= горько?) пек пулчĕ, йĕтĕм-ятăм. Альш. Килте ырă пулманни кичем пек туйăнат, чуна хуçат (болит душа). Тюрл. † Ай хай, маллахай, сӳсмен пăяв суллахай! Матка çукки кичем пек, матка пурри самаях. Сред. Юм. Ват çын пĕчик ача пик сăмахлани кичем пик туйнать. N. Унăн сăмахĕнчен кичеме ӳкесси çук (не будут недоверчивы) Ск. и пред. 107. Ылттăн хĕвел тӳперен сăрт хыçнĕ анса ларсан, тĕнче хăйне кичемрен тĕтрене карса ярсан... N. Пĕтĕм çын уйра ĕçленĕ чухне ялта пĕччен ларма питĕ кичем («скучно, жутко»). Шел. 138. Упăте пырса çавă хăвăлăн (дуплистой колоды) икĕ пуçне те çаврăнса пăхса: ха, кичем, кичем! Халĕ пĕр кичем, кун пек ик кутлă çын та пулĕ мĕн? тесе, тĕлĕнсе, аллисемпеле икĕ пĕççине шарт! шарт! çупрĕ, тет. Никит. Пĕтĕм тӳресем вăтанса хĕрелсе кайрĕç; вĕсем, кичем пек пулса, пĕр шарламасăр ларчĕç. N. Кичем пек пул, обижаться. Хурамал. Мана кунта пурăнма кичем (скучно, сиротливо, стеснительно). Чуратч.-Ц. Карачăмăн пĕччен выллямасăр тăни кичем пулнă курнат. Янтик. Ытла кичем унта пĕччен ларма (скучно и жутко). Орау. Ай-яй-яй! Арман хуçи кукаçи, арăм çук та, кичем пек. (Говорится так себе, когда нечего больше говорить). КС. Пӳртре пĕччен ларма кичем (скучно). Ib. Пĕччен ларма ним кичем. Ib. Çакă пӳртре ним кичем. Е. Орлова. Кичем — скучно. Н. Уз. Пĕччен пурăнасси пĕр кичем (скучно и пр.). Кан. Кичем ан пултăр, тесен, «Капкăн» илмелле.

ку

ко (ку, ко), этот. Моркар. Ах, салтак тос, мĕн ко сан?! Чăв. й. пур, 21. Ытти арăмсене каланă: ку тырра (этот хлеб) кăсем епле выраççĕ-ши? Тогаево. Эй сăват! ста искаян (= илсе каян) эсĕ ко кошака? тет. СТИК. Ку купăса эсĕ мĕшĕн хĕлĕх хуман? Почему ты не натянул струн на эту скрипку? Ib. Ку çын пуласла мар. Из него не выйдет порядочного человека. Альш. Ку икĕ сăмах пĕрех килеймеççĕ, сăмахпа сăмахăн уйрăмĕ пур. Ст. Чек. Ку сăмаха ниçта хума та çук. Нимĕне те килмес ку сăмах (не употребляется). Самар. Кам ку? тесе ыйтат. Регули 331. Вăл тарçă; ку арман; ку çăнăх; ку манăн. Ib. 78. Ку кĕпере тăвас. Орау. Ку мĕн (показывая кулак?) Ответ может быть: — «Чăмăр». Çак мĕн? (показывая кулак и спрашивая, что в нем зажато). Сред. Юм. Ко тавара эсĕ таçта çӳресен те контан йӳне (дешевле этого) илейместĕн. Эльбарус. Анчах ĕсенкĕсен ывăлĕ, охмах пиркипе, çта пынă онта, çынсене хăй антрипе тĕлĕнтерсе çӳренĕ. Изамб. Т. Ма вĕрет (лает) ку? тетпĕр. Бюрганский. Эпĕ сантан пĕр сăмах ыйтас тенĕччĕ: ку вилсессĕн, эпĕ хам упăшкамма (так!), Иакова (так!), курăп-ши? || В качестве указ. частицы. К.-Кушки. Ку кам килет? Кто это идет? Ib. Ку мĕн çунат? Чте это горит? Ib. Ку шывне, витрене (чӳлмеке) тултарса лартăр. Воду-то налейте в ведро (в горшок). Альш. Санăн карчăку ытла хăрушă чирленĕ ку. Изамб. Т. Ах турă! ку çумăр пулманни! Пĕтĕм тырă типсе кайрĕ. Ib. Ку ăна çав арăмне хĕненишĕн турă тавăрчĕ. N. Чиперех урампа пыраттăмччĕ ку, кĕç таçта трупасампа кăçкăрта пуçларĕç. Иду я по улице, и слышу — трубят.

кукăрт

кокăрт, искривлять, сгибать. Шибач. Ашшĕ пучĕ (= пычĕ) те, çак пусăк хорăна тытрĕ те, нистан та (никак) кокăртимарĕ. N. † Маяк касма карăм та, пĕчик пуртăнă (= пуртта) тытса илчĕç, кукăр кутне кукăртрĕç. Орау. Пăтана кукăртса авса хунă та, çавна тӳрлетрĕм (отогнул). || Портить. || Свертывать в сторону. Альш. Капла тӳп-тӳрĕ кайсан, час тавăрăнаймăн, лерелле каяс кукăртса (надо пойти в направлении туда, свернув в сторону). Кан. Чăваш чĕлхине темле те кукăртса çырса хунă.

Ваçилей кулкки

Васильев колок (лесок). Н. Седяк. Çаврака уйрăм вăрмана кулкка теççĕ, е кулккалăх. Çак вăрманта Ваçилей ятлă таркăн пулнă, тет; пĕрре вăл ачасене, çырлана кайсан, хăваланă, тет.

кум-атти

кум-ати, крестный отец. Йуç. такăнт. 51. Чипер калаçсам çак! Кум-ати çинчен çапла калаçма юрат-и, ачам?

кума

(кума), 'кома' (кома), кум; кума. В. Олг. Он куми, сан кума. Панклеи. Пичи! атти ача топать! (отец родить собирается). Айда кума полма! Чаду-к. Сана кума пулма чĕнсе карĕç. N. Çак ачасене тĕне кӳртесшĕн те эпĕ, кума пулмарĕ-ха (крестного не могу найти). N. Кумине перн (= пирĕн) хорăнташа ан туйăр ан (тăвăр). N. Итле-ха, кума! Слушай-ка кум! (Так сказала старуха крестному своих детей). Кан. 1928, № 215. Харитун Рак Хветĕрĕнне кăçал кума пулчĕ. N. Ачине çоратсан та, кумине кама тумала? Пир. Ял. 1928, № 46. Нумай пулмасть, чиркĕвĕ кайса, пĕр çынăнне кума пулнă (стал кумом). N. Хăйсен ялĕнчи çынăнне, чиркĕве кĕрсе, кума (т. е. кум) пулать.

кун

кон (кун, кон), день. Б. 13. Пĕр-кун каяс тесессĕн, çичĕ кунлăх çăкăр ил, теççĕ. Хурамал. Кунтан кун ырри пар, çĕртен çĕр ырри пар. Пшкрт: ыр ҕон п̚олды̆р! (Говорят при входе в дом). Чуратч. Ц. Ваçкă: виçĕ куна сăрук пар (дай три дня сроку), тесе, каларĕ, тет. Шугур. Ватман кун та иртмесчĕ. Не проходило дня, чтобы не били. Ивановка. Вара уччиттĕл ман ята ыйтса çырчĕ те, çав кунех (в этот же день) молебĕн тунă çĕре пыма хушса, тухса кайрĕ. Чист. Праçник виç кун тесен (за три дня до п.), хатĕрленме тытăнаççĕ. СПВВ. Тепĕр кунчех (вместо «тепĕр кунах»); тепĕр кунче, тепĕр кун, тепĕр кунхине. Ib. Çапла туман кун иртмен. N. Хăш кун хăш-хăш çыннăн килĕшнĕ кунĕ пулат: юмăç калат: сан çав кун телейлĕ, çав кун телейсĕр, тет. Холера 2. Пĕрре касса пилĕк кун иртсен. Через 5 дней после первой прививки. Ала 9З°. Икĕ кун иртсессĕн, виçĕ кун çине кайсассăн, çавă кайранхи ама çори амăшин хĕрĕ пĕр татăк çăкăр ыттисем куриччен (тайком от других) панă. Моркар. Тата пĕр виç кон тапак пураккинче осранă полсан, Есрелĕ вилеччĕ, паян кон та пĕр çын вилмесчĕ. Собр. Юнкун, эрнекун, шамăткун — çăмăл кун, теççĕ. Якейк. Çоха тума, утă çолма тыр вырма тунтикон е йонкон тохаççĕ; ытти консам тохсах каймаççĕ. Кĕтӳ те тунтиконпа йонкон кăлараççĕ. Регули 1207. Ик кон иртсен, кил. Приходи через 2 дня. Альш. † Уйăх тури (= турĕ-и), кун (солнце?) тури, саланас кун тин тури. Саланас кун тăвиччен, пухăнас кун тăвас-мĕн. Пазух. Ăмăрт-кайăк вĕçет шыв тăрăх, çамрăк ĕмĕр иртет кун тăрăх. Скотолеч. 12. Ăна (это) кунне виççĕ (трижды) памалла. N. 9 кон вăрçă тăрчă, 9 коншăнче нимĕч кайăлла чакрĕ. N. Покрав кон (-к̚он) киле çитрĕм. Орау. Пĕр кун урлă, пĕр кун урлă (через день) киче-киле каятьчĕ. Ib. Виç кунтан (через каждые три дня) хурал тăраççĕ. Менча Ч. Пĕр-пĕр пушă кунĕ, е праçник кунĕ (в свободное время, или в праздник). ЧС. Çав кун (при погребении) пит ăшăччĕ, çавăнпа пирĕн аттене (умершего); аван çын, терĕç. Кун усал пулсан: усал çын вилнĕ пулĕ, теççĕ. Ib. Сĕрен кунĕ ачасем ирех хатĕрленеççĕ. Кан. Июнĕн 12-мĕш кунĕсенелле (приблизительно около 12 июня) хăмла пахчисене симĕс хурт ерчĕ. N. Уяр кунсам ероплансам кураппăр. N. Вăрмана кайсан, кашни кунах куратпăр эпĕр ăна. К.-Кушки. Вăл вилес кун ыран тесен, Чĕмпĕре тухса кайрăм. Я выехал накануне его смерти в Симбирск. ЧС . Вара вăл куна кунĕпех ĕçсе çирĕç. N. Пĕр кунтан тепĕр куна хăварса ан пыр. Не откладывай дела в долгий ящик. Карсун. Эпĕ ялта пурăннă чухне, хир ӳчӳкĕ тепĕр кунĕ тесен (накануне полевого моленья), мана асанне каларĕ... В. Олг. При входе в дом (в будни обыкн.) говорят: «Манăн килес, ыр кон полтар!» Отвечают: «Килех конталла, торă полăштăр! Юрк. Çăв уйăхийĕн пилĕккĕш хунĕнче (5-го мая). N. Çапла вăл ана çинче ирхи куна каçчен пуçтарса çӳренĕ (колосья). N. Пĕр кунччен, икĕ кунччен хăй тайăнĕпе макăр уншăн (об умершем). Юрк. Авă çав тĕпне пирĕн чăвашсем çак куна çитернĕ. Ib. Хĕлле кун таврăнат, çула çĕр. N. Вăл ĕç пулни ĕнтĕ паян виççĕмĕш кун. Регули 391. Ик контан холара полăп. Орау. Кунĕсем пăрмаях вăрăмланса пыраççĕ. N. † Атте-анне пире тупман пулсан, ăçтачĕ пире çутă кун. Ашшĕ-амăшне. Ак калаç ĕнтĕ пĕр иртсе кайнă япала çинчен. Иртнĕ кунăн çутти çук. Пазух. Вăрăмах ĕмĕре, кĕске куна, ырлăхпа иртерсе ярар-и? Ст. Яха-к. Çынсем мункун тепĕр кунне те ĕлĕкхи кун (накануне) пекех, ирех килĕнче апатсем çикаласан, пĕлĕштантăшĕсемпе пухăнса сăра ĕçме пуçлаççĕ. N. Пасар контанпа (со дня базара). Çутт. 153. Систермесĕр, тăхтамасăр иртрĕç карĕç çу кунсем, йăвăçсенĕн пĕр чăрлавсăр вĕçрĕç-пĕтрĕç çулçисем. Кан. Ах, те кунĕ килĕшмерĕ! — Характеристику дней недели см. Магн. М. 23, 21. || Погода. N. Кун (çанталăк) ăшăтса карĕ, кун сивĕтсе карĕ. Хурамал. Тĕлĕкре пулă курсан, кун сивĕтет, теççĕ. Юрк. Хĕвел хĕрелсе тухсан, кун пăсăлат. Сред. Юм. Ко яхăнта пĕр те латлă кон полмарĕ. На этих днях хорошей погоды всё не было. Ib. Акнă чохне кон килĕшнĕ. (Пĕр тĕрлĕ тыр ытти çынсĕн аван полсан, пĕрин начар полсан, çапла калаççĕ). Изамб. Т. Эпир тухнă чухне кун аванччĕ. Эпир Елчĕк патне çитерехпе тăман туха пуçларĕ. Ib. Кун ларат. Погода проясняется. N. Эх, паян кун лайăх-çке! N. Ма каяс мар вăрмана, çурхи кунта савăнма? Орау. Çакăн пек кун эпĕр ĕлĕк çичĕ хут шыва кĕнĕ. || В некот. установившихся выражениях афф. З л. в этом сл. опускается: раштав кон, в д. рожд..; мăнкон кон, в первый д. п. || Время. N. Паян анчах мар, кун пур халь! Алла кĕрĕн (попадешься в руки) хăçан-та-пулсан! N. Эсĕ пулăшнипе çакă куна çитиччен аван пурăнтăм. N. † Çаранлăха çул хыврăм çулахи кун çӳреме. N. Ку куна çитрĕм ĕнтĕ, çапах та пĕр сасă-чĕвĕ те çук ун çинчен. Б. Олг. † Тавай каяс, киле каяс, ирхи кона каç турăмăр (= уже вечер) Тим-к. Çак ачан кĕтӳ пăхнă чух нимпе те кун иртермелле мар, тет (скучал, не зная, как провести время). N. Кирлĕ кунта эп те кирлĕ пулăп (когда нибудь и я пригожусь), тесе, калат, тет. || Жизнь, течение жизни. Т. IV. Эрнекун вилнĕ çынна: кунĕ пĕтсе вилнĕ, теççĕ. Изамб. Т. Кунĕ пĕтнĕ пуль çав. БАБ. Усалшăн та кун иртет, ырăшăн та иртет. N. Ыр кон корас. Альш. Çĕмĕрт пиçсен вара кун (наступает веселое житье) Елшелсен. СПВВ. Х. Çамрăк кунтан кун малалла, ватă кунтан кун каялла. (Послов.). N. † Аттĕ панче ырлăх нăмай, кун сахал. Ск. и пред. 5. Каях, каях, йӳтетмĕш, курăн-çке ху кунна! Ст. Чек. Унăн кунĕ те кунта-кăна. 1. Единственно только здесь может он жить. 2. Он только здесь и бывает. (Слово «кунĕ» употреблено здесь в смысле «жизнь»). Ст. Ганьк. Ыр кун пар, ырă çул пар. N. Пӳлĕх суса панă кун пĕтмесен, уйрăлаймăп, тăван, эп сиртен. || Счастье. N. † И, ялăмăр, ялăмăр, ялта пирĕн кунăмăр. Эпир ялтан тухса кайсан, ăçта ырă курăпăр? (Солд. п ). Альш. † Атте анне пиллĕх çитсессĕн, турăпа пӳлĕх пире кун парĕ. || Участь. Судьба. Мошков. † Пире атте-анне çуратнă ăрăскалсем пĕтнĕ вăхăтра, çавăнпалан çак кунсене куратпăр. Ib. † Эпир пĕр каятпăр пит аякка, пирĕн кунсем туртат килелле. N. Эпĕ ырă кон корас çок. N. Çакă куна (горе еtс) курассăн туйăниастьчĕ. Баран. 122. Çапах та çак куна куракан йывăç сахал. Однако лишь немногие деревья подвергаются этой участи.

кунăн çĕрĕн

дни и ночи (нареч.). N. Кунăн-çĕрĕн чул эрешлет (мастер), мĕн пур шухăшĕ те унăн тĕрлĕрен тĕрĕ ӳкересси çинче. Бгтр. † Уй варĕнчи çил арманĕ кунăн-çĕрĕн авăрать. N. Санăн куçусем кунăн çĕрĕн çак çурт çинче пулччăр.

кунран-кун

со дня на день, изо дня в день, с каждым днем. ЧС. Çак пирĕн пичче, кунран-кун тен (= тень) пек, начарлана пуçларĕ. N. Пĕтĕмпех пĕтессе пĕтмен те, çапах кунран-кун вăйсăрланса çӳнсе пынă.

кунтăк

контăк (кунды̆к, конды̆к), лукошко. БАБ. Пĕр кунтăк сĕлĕ. Байгул. Кунти хĕрсем кунтăк пек, таçти хĕрсем така пек. СТИК. Тырă акма тухсан, тырра çав кунтăкпа акаççĕ вăсен, пирĕн — пăтавкка. Яргуньк. Хай Иван, хурама касса, хуппинчен кунтăк турĕ, тет. Ib. Пĕре çак Иван амăшĕнчен ыйтать, тет: апи, пирĕн атте епле пуйнă? терĕ, тет. Ăна амăшĕ каларĕ, тет: ваç çавăнти кунтăкри тапак шăхранĕпе, терĕ, тет. || Лукошко у пчеляков. Мыслец. Хурт кунтăкĕ (надевают на голову). См. пурăк.

кур

кор (кур, кор), видеть, увидеть; видать, увидать; заметить. Кр. Чет. † Корак килет: корас, тет; корса, пăхса илес, тет. N. Эсреле час-часах куракан та пулнă. N. Таврăннă чух юрласа, парнисене çынна курмалла илсе таврăнаççĕ (чтобы все видели). ЧС. Киле кайма тесе, тула тухнă та, кĕлет тăрри çуннине курах кайнă (вдруг увидел, что горит крыша амбара). N. Корман-илтмен çын (совершенно незнакомый человек). ЧП. Хăрпăх витĕр пăхрăм та, ылттăн чĕкеç курах карăм. Альш. † Илсем, йысна, çĕлĕкне, кукша пуçна курарах! Юрк. Выля, выля, авантарах выля! чăваш арăмĕ епле ташланине курар-халĕ. Ib. Курăпăр, унта мĕн пулĕ! Увидим (посмотрим), что там будет. Ib. Эпĕ пулатăп, куратăн! Да, это я (был)! Ib. Куратна? тесе ыйтат. — Çук, курмастăп, тет. Ал. цв. 22. Сана эпĕ хамăн тĕссĕр, курас килми (отвратительное) ӳт-пĕвĕме кăтартаймастăп. Сĕт-к. Çав Элекçи коймăрланнине пре те корас килмеçт вара. Якейк. Эп кортăм эсĕр калаçнине. Регули 145. Эп кайнине вăлсам мана кораççĕ. Ib. 753. Эп кортăм, вăл онта кĕчĕ. Ib. 817. Эп кортăм кам килнине. Ib. 144. Вăл мана корчĕ килнине. Ib. 138. Эп килнине корчĕ. Ib. Ытти çынсем ун хыçĕнчен кĕнĕ чухне вĕсем чулсем хушшинче пăхăр арча курах кайнă. Ачач. 47. Шкул хапхинчен тухнă-тухманах, хайхи качака сухалне (козлобородого) курах ячĕ. N. Паян халиччен курман-илтмен çынпа паллашрăм. Тоскаево. Курмасăр курнă кăнтăрла çурта çутнă, теççĕ ваттисем. (Послов.). Альш. Çав аслă çулпа Куславкка çулĕ çинче мĕн курсан кураттăмăрччĕ эпир тĕнче (наш кругозор этим и ограничивался). Лашм. † Пире илес тиекен сар ачисем Хусан купси хĕрсене илни çук; майра пулса килсе курни çук. ТММ. Курнă суккăра илеччен, курман суккăра ил. (Послов.). Ск. и пред. Куртăм вара курмаллах мĕншĕн çав юр çунине. Ib. 44. Епле пĕлтĕр макаçи тыррине вăрларĕ те, курман пулчĕ хăй (отказался от того, что видел). Собр. Курман çĕртен курнă çын кăнтăрла çурта çутат, теççĕ. (Послов.). Т. Григорьева. Курман кăнтăрла çурта çутнă, теççĕ. Сред. Юм. Корман çĕртен корсан, кăнтăрла çорта çутнă, тет. (Говорят про человека, бывшего бедным, но потом обогатившегося). Ib. Мана корни-пĕри вăрçаççĕ. Кто ни увидит меня, все ругают. Собр. Курнинчен курманни нумай, теççĕ. (Послов.). Байгул. † Мĕн пăхатăр пирĕн куçран, çӳлте çăлтăр курман-и? (Оригинальное сравнение). Якейк. Çын корнă-корман карта тытса лартрĕ. Ib. Ай, çав платньăксам лайăх ĕçлеççĕ-çке, çын корнă-корман паччалăк туса лартрĕç! || Смотреть, глядеть; наблюдать; брать пример. Ала 3. Хĕр, курса çӳресен-çӳресен (после того, как везде походила и на все поглядела), унăн каясси килнĕ, тет, тинĕс патне. Шурăм-п., № 14. Яш-кĕрĕм тем чухлиех. Икĕ ача уткăнаççĕ анчах. Ыттисем курса тăраççĕ (наблюдают). N. † Çинçе пилĕк хура куç кам телейне курса (на чье счастье) ӳсет-ши? С.-Устье. Çав вăхăтра хуçа патне улпут тарçисем курма пынă, тет. (Употребляется вместо «туй курма», «хĕрсем ларнине курма» и т. п.). Юрк. Арăмăн упăшки килне тавăрăнсан, хунямăшĕ те хĕрĕ патне кĕрӳшне курма пынă. Кама 29. Ну, киле кайса, çырткалам-ха, çиессĕн килчĕ. Каçхине курăпăр-ха (посмотрим). N. Вĕсем те (молодежь), ваттисене кура (взяв пример), урăхла юрăсем кăшкăрса юрла пуçларĕç. Учите детей. Ашшĕсенчен кура ачисем те пĕчĕккĕллех чĕлĕм туртма вĕренеççĕ. Халапсем. Çавăнтан вара, вĕсенчен курсах, ыттисем те хăйсем валли çапла сăра тăва пуçларĕç, тет. N. Тухнине кура унта та пырса тăнă. N. Мускав хулине чипертерех курасшăн пайтах урамсене çите куртăм. N. Çавăнпа вĕсенĕн ачисем те, ашшĕ-ăмăшне курса, çамрăклах ырра, лайăха вĕренсе ӳснĕ. || Встречать. N. Кушкăсем Ивана куртăм. N. Кушкăри аппана Хусанта куртăм. Орау. Вăрмана каймассеренех кураппăр эпĕр ăна (встречаем). N. † Пирĕн тăвансем хушши ытла инçе, куракан çынтан, салам ярăрсам; салам ярса салам çитмесен, хăвăр, асăнса, килсе курăрсам. М. Васильев. Ачасĕм ялта коракана-пĕрне (кого ни встретят) шывпа сапса çӳреç. О земл. Халиччен çĕр ĕçĕ çинчен чăвашла çырнă кĕнеке эпир курнă-тăву çукчĕ. Бес. чув. Тата темиçе хут та Керимуллапа курса калаçмалла пулнă. || Видеться; повидаться. N. Йăпăрт анчах корасчĕ сере (= сире)! Б. Олг. Ну, тет, кортăмăр, тет; атя хопаха тет, пĕр коссушкă эреке ĕçĕпĕр, тет. Слеп. † Эпĕр ĕçме килиса, эпĕр корма килиман. Йӳç. такăнт. 19. Сыв пулăр, тепре кураччен! До свидания! N. Тавăрнсан, пĕр-пĕринпе курса, пĕр виçĕ курка сăра ĕçесчĕ. (Письмо). Юрк. Санпа курса калаçнăранпа (со времени нашей встречи) тăват-пилĕк хăваттире куçрăм. N. Тав ĕлĕххисене! — Апла пулсан, юрĕччĕ те, куримастпăр çав (редко приходится видеться). Альш. Сывă пулăр-ха, куриччен! До свиданья! || Претерпевать, испытывать, переносить, выносить. ГТТ. Курмалли пулнă. Такова (его) судьба. Ib. Курасси пулнă. В. С. Разум. Унта ташлама тапратрĕç. Манăн çав ташланă вăхăтра ыйхă киле пуçларĕ. Манăн çав ташă вăхăтĕнче мĕн пур курни те ыйхăпа вăрçни анчах пулчĕ. Тогач. † Ай акисам, акисам! Килетĕр те тăратăр, кăркка чĕпписем мĕн кураç пулĕ! (т. е. вы ушли из дома, не покормив их). N. Темĕн те курса ларăр ак! Вот с вами случится что-нибудь скверное! (Угроза). ЧС. Пĕлтĕр те лаша вилчĕ, кăçал та апла пулсан, мĕн курăпăр вара! КС. Турă куртăр сана! (Пусть накажет, воздаст). Шел. 29 Ылттăн çурта кĕрсен те, кĕмесен те, вилмелле, мĕн курнă пуç куртăрах, унта мĕн пур пĕлмелле. N. † Йывăр хуйхă курнă çукчĕ, çурчĕ çамрăк чĕрене! Кĕвĕсем. Мĕн тăвас лутра кăвакал? Мĕн курас лутра кăвакал? Юрк. Чĕрĕм чунăм чăтманнипе кура-кура çӳрерĕм (скитался на стороне?). Ib. Тĕлĕнмелле! Усал курассисем, калăн, юри çак вăхăта кĕтсе тăнă, тесе! Ib. Курассине хирĕç. Как на грех. Ib. Хыçĕнче тăракан пĕр çынни, ку çапла хăраса тĕсрен ӳкнине курсан, унăн аркинчен туртса: унпа ан кĕреш, çĕнеймесĕр, унăн айне пулсан, хăнтан ху çынна култарăн, темĕН курса тăрăн, хур пулăн. Ан кĕреш! тет. Ib. † Ĕмĕрĕ иртсе пырат, мĕн курассине пĕлмес. Ст. Шаймурз. † Курайман тăшман кураймĕ, хăй мĕн курасса пĕлеймĕ. О сохр. здор. Лекĕрсем сивĕрен пăсăласран сыхланма хушаççĕ пулсан та, пĕртте сивĕ курмасăр пурăнма хушмаççĕ. Алших. † Хур курассăр килсессĕн, Атăл хĕррине анса кур. Букв. 1886. Ак ĕнтĕ, шан ача пăчана, вырăнсăр нуша курса çӳре! Иревли. Çуралнă чух çырнине (что суждено судьбою) курмасăр ирттерсе яраймалла мар; курма хушманнине кураймастăн. Собр. † Эсĕ курнă пурнăçа эпĕ те кура парам-и? (Хĕр йĕрри). Сред. Юм. ЬIтлин-çитлин порнăç корса полмарĕ. Не пришлось жить в довольстве. Ала 88°. Вăл ачасем мĕн курман, хурлăхне те, савăнăçне те курнă вăсем. Образцы. Халиччен ырă çын умне тăманччĕ, чĕлхем çыхланнине курманччĕ. N. Конта темĕн те корăн! N. Курассу пулсан (если суждено судьбою), çитен иккен пур тĕле те (всюду. перебываешь). Никит. Макçăм: çаран укçи тӳлемесен, сутмалла пулат пуль-çке, мĕн курмалла, тесе, юмахласа улăхать. Истор. Алă-ура суран курни хисепĕ те çук. Кан. 1929, № 138. Ман пек, ни лаши, ни карт-хури çук çын çăкăр çисе курас çук (хорошего житья не увидит). || Юрк. Курас килмен япалана, ăна епле ирĕксĕр ĕçес тетĕн. || Считать за... СПБВ. Хăй чунĕ пек курать (юратать). N. Çамрăккисене тăвану пек кур. Ал. цв. 1. Хуçа хăйĕн хĕрĕсене чун пек курса пурăннă (души не чаял). N. Çиллисемпе мана тăшманăн кураççĕ. Букв. 1886. Эсĕ унта килте чупса çӳренĕ чухнехи пек куртăн-и мĕн? Ăçта сурăхусем? теççĕ. || С отрицанием в гл. возмож. — ненавидеть. Ск. и пред. 15. Эсир мана ӳстертĕр, ача чухне юратрăр; анчах ӳссе çитрĕм те, хĕрĕр чунне курмарăр. Чăв. й. пур. 23°. Вăл Натти пит усал кăмăллă пулнă, çынна пĕртте кураймасăр тăнă. Эпир пурнаппăр юлташпа. Икĕ кинтеш пĕр-пĕрне кураймасăр пурнаççĕ, чысти çавăн пекех пурнаппăр. || Знать. N. Çапах та ытти çынсем уна (это) курса пĕлсе тăраççĕ пулсан та, юмăçа кайма пăрахмаççĕ. || Относиться. Альш. Вăл пурне те хăйне курнă пек курать. Он на всех смотрит, как на себя, относится ко всем одинаково. || Принимать (за кого). N. Ĕмĕтленетĕр — илейместĕр; вĕлеретĕр, ăмсанатăр — çапах ĕмĕтĕре тăрантараймастăр; вăрçатăр, тăшманăн куратăр — çапах çук, мĕншĕн тесен ыйтмастăр эсир. || Дождаться (худого). К.-Кушки. Çаратсан çаратсан, мĕн-те-пулса курĕ-ха (пулĕ-ха). Грабит, грабит, да до чего-нибудь и дограбится. || Иметь. Истор. Санăн арăму Ирина халиччен ача-пăча курман, ахăр ӳлĕм те кураймĕ. Собр. Ай, пиччеçĕм, Николай, пичче! Эсĕ курнă ача-пчана эпĕ те кура парам-и, эсĕ курнă пурнăçа эпĕ те кура парам-и. Орау. Виçĕ пуса курман-им эпĕр, виçĕ пусшăнах çука юлмăпăр-ха! (т. е. копейка — не велик расход.) || Подражать. N. Эсĕ кукленсе кĕнĕ арăмран курса вĕрен. || Иметь целью. Бур. † Ай-хай, çинçе пӳçĕм, çамрăк пуçăм, кам телейне курса ӳсет-ши? || Кан. Çав тери пуян çын хĕрĕ мĕн курнă-ши ĕнтĕ (что нашла завидного) ман ывăлра? || В качестве вспомогательного глагола. Сунт. 1929, № 9. Çăва тухнăранпа армансем çунаттисете лайăххăн, вăйлăн çавăрса та курайман. N. Конта çантăлăк пит вĕри: кон-каçа кĕпесем типсе кормаççĕ. N. Пĕр вĕренсе тухсан, кĕнеке вуласа курмаççĕ. N. Ким тытса курман, шывпа çӳресе пиçмен çын. N. Пĕр санпа анчах калаçса курман. N. Хусантан тухнăранпа ăшă пӳрте кĕрсе курман. N. Тăласем типсе курман (= все время мокры). Конст. Чăв. Тата килсе кĕр (приезжай повидаться), тепĕр килнĕ чух (в другой раз) аннӳне те илсе кил вара. N. Кайса кур чăвашсене. Поезжай, повидай (или: навести) чуваш. N. Сыв пул! Татах килсе кур. Кан. Ялта мар пирки кашни кунах кайса кураймастпăр. Юрк. Ку аттамсемпе эпĕ темĕн каласан та Хусана çитсе курас çук. СТИК. Эпĕ халиччен çӳресе курман çын мар вĕт. Чай, я не в первый раз (езжу).

курман çĕртен

тайно, незаметно. Ск. и пред. 63. Çак икĕ япала пирки вăл паян çынсем курман çĕртен Янтрак патне пырса кĕчĕ.

кормиш

(-миш), подобный не видяшему. Сред. Юм. Кормиш полать. Притворяется будто не видит. Кан. 1928, № 18. (Вăл) çак килсене кĕркелесе тухсан та, эрехе курмиш пулать. Хотя он и заходит иногда в эти дома, но притворяется, будто не видит вина.

курнăç

корнăç (-ны̆с’), видеться. Н. Шинкусы. Кам та кам çавăнпа (с нею) курнăçса килĕ, çавăн чухне тин çак киле тăшман çĕнтерĕ (наговор). ЧС. Хамăрпала курнăçса та вилеймерĕн. Ты даже не простилась с нами перед смертью. (Из рассказа «Тараса»). Ст. Чек. Миккульпа эпир курнăçнăччĕ. См. курăнăç.

ӳк

(ӳк, ӳк), падать, пасть; упасть, свалиться; впасть, выпасть. Орау. Кайнă чухне чӳречесене хупса хăварăр, тата унта-кунта астуса тухăр, вут ӳксе юлнă ан пултăр (чтобы где-либо не осталось упавшего огня). Сред. Юм. Ӳке парсан (если вдруг упадешь), пуçна çȏрса пăрахан вит! Изамб. Т. Кăна ӳкеччен хĕнес тесе, çынсене чĕнсе пухнă. Собрали народ, чтобы избить его до полусмерти («до упаду»). N. † Ой (хир) варинчи тӳрĕ çăка, кассан ӳке памĕши? К.-Кушки. Санăн тăватă шăлччĕ; малтан ӳсĕрсен, икĕ шăлă ӳкрĕ; тепре ӳсĕрсен, тата иккĕш ӳкрĕç. У тебя было четыре зуба; ты выкашлянула сначала два, а потом остальные два. Регули 1449. Ӳктĕр, тесе, ятăм. Я выпустил его, чтобы он упал. Орау. Ӳксе, сăмсине çĕмĕрнĕ. Упал и разбил себе нос. О землед. Кăчуне тата хăш-хăш çынсем навуса анасем çине хĕлле е кĕркунне, юр ӳкиччен (до снега), тăкаççĕ. Чураль-к. Пĕчĕк-пĕчĕк çăраççи ӳкрĕ-ӳкрĕ çухалчĕ; уйăх курчĕ, хĕвел илчĕ. [Сивĕ пăх (чит. пŏх), т. е. блистание снега]. Юрк. † Кĕмĕл черкке пулăтăм, атте аллинчен ӳкмĕтĕм. Ау 13°. Урмак-маки: ӳкем, тенĕ çĕртен (приготовившись упасть), тепĕр йывăçран ярса тытрĕ (ухватился), тет. Т. VII. Хайхисем пыллă сăрана, ӳсĕрĕлсе, ураран ӳкичченех ĕçнĕ, тет (напились до того, что свалились с ног). Хорачка. Вăлсаня ĕçтерес-çитерес полат ӳкиччен. || О снеге, отблеске и пр. Альш. Миххайла праçникĕ таврашĕнче юр ӳкет ӳкнĕ çул. Около Михайлова дня в иной год выпадает снег. Хыпар № 39, 1906. Каçпала тĕрлĕ енче пĕлĕт çине вут çуттисем ӳкеççĕ. По вечерам в разных местах виднеется зарево. || О всякого рода случайностях. Богдашк. † Тантăш тухса кайрĕ те, хуйхă ӳкрĕ пуç çине. Подруга вышла замуж, и мне пришлось горевать. Пазух. Кирек сахăрна пар, ай, пылна пар, кил шухăшĕ ӳкрĕ пуç çине (пала на сердце дума о доме). Чăв. й. пур. Пуç(а) ӳксен, пушмак. Если случится нужда, то (сошьешь) и башмаки. (Послов.). || О растениях на корню, повалившихся в одну сторону. Нюш-к. Пăрçа хăмăлĕ ӳксен, когда стебель гороха повалится на зеклю. КС. Тырă ӳксе пулнă (= лайăх). Хлеб уродился замечательно хорошо. || Слететь. Юрк. † Хурпа кăвакал калаçаççĕ: патшанăн аслă кӳлне ӳкес, теççĕ. Гусь с уткой совещаются о том, чтобы слететь на царское озеро. || Спадать. О сохр. здор. 42. Чĕрнесем ӳкеççĕ. Ногти спадают. Чув. календ. 1907. Çак хĕрелсе тухнă япала (сыпь) 2—3 кунран çухалать. Ун хыççăн ӳт тирĕ хăпаланса ӳке пуçлать (после этого кожа начинает шелушиться). || Впадать (в горе). Жит. св. Январь. Вăл турă çине шаннипе нихăçан та хуйха ӳкмен (не падал духом), яланах савăнăçлă сăнпа тăрса, турра мухтанă. Псалт. 142,4. Чунăм хуйха ӳкрĕ. || Угодить (попасть). N. Вăрăм-вăрăм чăрăшсем вăрман хыçне кайс' ӳкнĕ; вăйя тухман аппасем каччă хыçне кас' ӳкнĕ (угодили к парням). Хыпар № 4, 1906. Эсĕ тĕне кĕмен чăвашсене каласа ăнлантар: вĕсем тутар ултавне ан ӳкчĕр. Истор. Вăл пит аслă ӳкĕ святой çын пулĕ. Альш. † Ай-хай, пуçăм, çамрăк пуç чухрах çĕре ӳкеçке (= ӳкет-çке). Чем люди живы. Епле вара эсĕ çул çине пырса ӳкрĕн? тет Матрӳни. Как же ты угодил прямо на дорогу? ― говорит Матрена. Сир. 15. Вăйлă çынпа ан хирĕç, хăçан-та-пулсан ун аллине ӳкмелле ан пултăр. Орл. II, 248°. Пичĕшĕ патĕнче туй ӳкĕ, шăлнĕ патĕнче çĕр выртĕ. (Кăвар). У старшего брата поезжане (во время свадьбы) попируют, а у младшего — заночуют. Панклеи. Пырсан: таста сăмах ӳкĕ, тесе (ирех полчĕ те), хăвасам тохиччен, айăкра лартăм (чтобы не было лишних разговоров). || Добраться. N. † Атьăрах та чупар-ха, чупар-ха, кĕпер çине ӳкер-ха, ӳкер-ха! Кĕпер çинче мĕн пур? тет, мĕн пур? тет. || Выпасть случаю. N. Тухса кайма май ӳкнĕ, илекене йӳн ӳкнĕ. Выпал случай выйти замуж самокруткой, а жениху — дешевка. || Нападать. А. П. Прокоп. † Çуллен тулă акаттăм, куллен хĕрхӳ (хищн. птица) ӳкеччĕ. Юрк. † Ахванеç чикрĕ пуçне стайккана — виççĕн харăслатса ӳкремĕр, виççĕн виçĕ çĕклем вутă йăтрăмăр, улахăн (scr. улăхăн) кăмакине хутрăмăр, Ахванеçе унта чикрĕмĕр, пĕр наччасрах чунне илтĕмĕр. Афанасий сунул голову в кадку, а мы, все три (девицы), сразу накинулись на него (здесь пропуск?). Потом мы, втроем, принесли три ноши дров, затопили печку, сунули туда Афанасья и быстро умертвили его. Чув. календ. 1904. Хăш чухне пахча çимĕçĕсем çине пыйтă-пăрçа ӳкет. Иногда на огородные растения нападают разные вредные насекомые. || Возникать. Альш. † Хамăр пуçа шухăшсем ӳксессĕн, авăнтăмăр хура çĕлен пек. Богдашк. || Ай, тăванăмсем, тантăшăмсем, эпир ĕлĕк чухне пурăнни тĕлĕкрех ӳкеет-ĕçке куç умне. || Переходить (на чью-либо сторону). Юрк. Вĕсем вырăссем енне кайса ӳкмен пулсан... Если бы они не перешли на сторону русских... К.-Кушки. Вĕсен енне кайса ӳкнĕ. Перешел на их сторону, стал действовать с ними заодно. || Отпечататься, отразиться, быть написану. N. Манăн статья хаçат çине начар ӳкрĕ. Моя статья в газете отпечаталась очень неясно, слепо. Духовн. паст. Çавă пичетсемпе ăвăс çине пичет пуссассăн, пичет паллисем пĕр-пĕринчен уйрăм ӳкеççĕ-и? Б. Хирлепы. † Хусана карăм ят пама, ят парса та ят ӳкмер. || Составлять, равняться (о мере). N. † Атте килĕ улăх пак, утмăл чалăш вăл ӳкет (равняется 60 саж.); утмăл утăм утсассăн, пирĕн аттене юрăн-ха (угодишь нашему отцу, т. е. твоему свекру). || Обходиться (в смысле стоимости). Хыпар № 30, 1906. Пĕр пăт сахăр савăт хуçисене 1 тенкĕ те 60 пуса яхăн ӳкет. Пуд сахару обходится самому сахарозаводчику около одного рубля 60 коп. N. Мĕн хака ӳкессине... Во что обойдется... N. Вĕсем ăна ултă тенкĕ анчах ӳкнĕ. Они обошлись ему всего в 6 руб. Хыпар № 46, 1906. Ăна укçа пит хакла ӳкет. Деньги обходятся ему очень дорого, т. е. он затрачивает для добывания их много труда. || Приходиться (безл.). К.-Кушки. Мана вутă тултма ӳкрĕ. Мне пришлось носить дрова. N. Колач пĕçерме ӳкрĕ. Пришлось печь калачи. || Лишаться. Псалт. 48,15. Вĕсем чаплăхĕсенчен ӳкĕç. || Окончиться. Орау. Ака ӳкнĕ = ака пĕтнĕ. IЬ. Çĕртме ӳксен, пĕр-ик эрнерен ута каяççĕ. Недели через две по окончании пара выходят на сенокос. IЬ. Ака ӳксен, пирĕн касу кăлараççĕ. По окончании яровой пашни у нас выгоняют на пастьбу табун. || Падать в цене, дешеветь. В. Олг. Паян çăмарта ӳкет-и? (хăпарат-и). Падают ли (поднимаются-ли) сегодня в цене яйца? Шибач. Эреке ӳксе-и? Подешевело ли вино? КС. Тырă хакĕ ӳкнĕ. Цена на хлеб упала. || Уступать (в цене), делать уступку. Юрк. Эпир унтан кая пĕрте ӳкместĕпĕр. Мы больше ничего не уступим. Изамб. Т. Ӳк, ӳк пăртак. Уступи немного. Хурамал. Пилĕк тенкĕ ыйтрĕ те, пĕр тенкине ӳкрĕ (уступил рубль), тăват тенкĕ пачĕ. || Начинать(-ся), приниматься. Трхбл. † Çулаях та тăрăх анам пур, хăш йăранĕнчеп ӳксе вырам-ши? В. Ив. Вĕсем ку ĕçе çуркунне, ăшăта пуçласанах, тытăнса, кĕркунне, сивĕ ӳкеччен (до наступления холодов), ĕçлеççĕ. Сред. Юм. Çав ана çине вырма тин пырса ӳкрĕç, тавна темĕн чол вырса пăрахрĕç. Только что начали жать, а уже выжали много. Якейк. Леш аная пĕтерсе, çотри ани çине кайса ӳкрĕмĕр (начали жать загон на пригорке). К.-Кушки. Кăнтăрлана иккĕмĕш ана çине ӳкрĕмĕр. Кумпек (= кун пек) вырсан, тепĕр эрнерен пĕтеретпĕр. Орау. Санара-пуçăн анана сухаласа пĕтерсе, шĕвĕр çине ӳкрĕмĕр эпĕр кăнтăрлаччен. || Приводить к каким-либо результатам. Жит. св. Апрель. Вара Сисиний, хăй ӳкĕтлени ним вырăна та ӳкменнине курса, вĕсене çунтарса ямалла сут тунă. || Сбиваться (о масле). Якейк. Паян уçласа ăвăнтăм, çу ним туса та ӳкмеçт: те пĕçертсе ятăм (вĕри шывпала), те сив шу кирлĕ. || Заболеть, слечь. О сохр. здор. Çак çын чĕрĕличченех, ӳнăн чирĕпех çав килте тепĕр çын ӳкет. Никит. Анчах нумаях та пулман, çак Петр Михайлов халсăр пулса та ӳкнĕ. НТЧ. Элекка пĕр кун çӳрет, икĕ кун çӳрет, тет, хайхи ураран та ӳкрĕ, тет. || Пасть (умереть, о животном). См. пăч-пач. Ст. Чек. Лашисем ӳкрĕç. Их лошади пали. Истор. Вăл лаши ӳкнĕ, тет те, тарçисем ăна хула тулашне кăларса пăрахнă, тет. Сборн. по медиц. Сибир чирĕпе хăш-хăш çĕрте выльăх час-часах ӳкет, хăш çĕрте сайра ӳкет. || Сред. Юм. Пирн хыçа ӳксе вырăр. (Говорят артели, если загон не широк, когда велят начать жать сзади и по направлению к говорящему). || Вспомогательный глагол (см. «Оп. иссл. чув. синт.» II, стр. 57). Шел. 100. Хăш тĕлтен вĕçсе ӳкрĕн-ши кунта? Б. Яныши. Çак тилĕ мĕн пур пуллисене йăлтах çĕрелле пăрахса пĕтерчĕ, тет те, хăй те тухса ӳксе юлчĕ (выпала), тет. Юрк. † Сире курсан, сиксе ӳкрĕм (спрыгнул) çав сарайран сӳлĕ пусмаран. Актай. Кунăн арăмĕ сывлăшпа хăй ăшнеле туртать, тет те, лашасем ун ăшне пурса (= пырса) ӳкеççĕ, тет. Его жена вдохнула в себя воздух, и вместе с воздухом втянула в себя и лошадей. N. Ĕнер каçпа ку чулсем çук-чĕ-çке, ăçтан килсе ӳкнĕ вĕсем? тенĕ. Юрк. Тăрсан-тăрсан (вут), урамăн тепĕр енне те кайса ӳкет. Через некоторое время пожар перекинулся и на другую сторону улицы. Альш. Чупать, чупать те, аран çитсе ӳкет (добегает) пĕр çын тĕлне. N. Эпир хĕпĕртесе ӳкрĕмĕр. Мы очень обрадовались. N. Савăнсах ан ӳк. Не очень радуйся. Хыпар № 31—2, 1906. Çакна илтсен, земский пĕтĕмпех хыпаланса ӳкнĕ. (затомашился). Толст. Хир сысни хăй çине сиксе ӳксе (накинулась), вилмеллех хырăмне çурса пăрахре, тет. Мар. Егип. Арăм кĕл-туса тăнă вăхăтра, Зосима пĕтĕмпе хăраса ӳкнĕ (перепугался). N. Вара халăх хăраса, сехĕрленсе ӳкнĕ (перепугался). Хыпар № 35, 1906. Çавăнпа правительствопа çĕр нумай тытакан улпутсем хăраса ӳкрĕç. Букв. I ч. 1904. Ку улпут пек манăн пĕр сехет анчах пурăнса пăхасчĕ: кĕрсе ӳксеттĕм вара ырă пурăнăçа! тет (ну и зажил бы я тогда!) Чăв. й. пур. 22. Хăй те вырăнтан тухса ӳкнĕ. И сам лишился места. Якейк. † Çăлтăр виттĕр çол корнать, эпĕр каяс çол корнать; хăçан çитсе ӳкем-ши? (доберусь). N. Çавăрнса пăхрăм та, Матьви киле парать, аран тарса ӳкрĕм (едва удрал). Истор. Изяслав хăй те Киеве аран тарса ӳкнĕ (убежал, т. е. добрался до самого Киева). М. Чолл. Аран тарса ӳкрĕмĕр пĕр çырмана. Едва успели добежать до оврага. N. Катăлса ӳк, отломиться и отпасть; татăлса ӳк, оторваться и отпасть; çĕмĕрĕлсе ӳк, разбиться и упасть. Сред. Юм. Татса ӳксе выраççĕ. (Загон не широкий, а жнущих много, поэтому начинают жать в разных местах загона, т. е. один с одного конца, другие с середины, а третьи ближе к другому концу).

ӳксе вил

умереть, пасть; любить до безумия. Янтик. † Путĕр-путĕр путене, ӳкрĕ-вилчĕ шыв çине; ах аппаçăм (çавă пур), ӳкрĕ-вилчĕ йыснашăн. Янш.-Норв. † Ай-хай, ах, аппаçăм, йыснаçăм, ӳкетĕр-вилетĕр пирĕншĕн (так заботливы к нам, что не знаете, что делать). Ст. Айб. † Ай-хай, тусăм, хура куçăм, ӳкетĕр-вилетĕр пирĕншĕн. N. Хăш-хăш çынăн ниăçтан та пурăнăçĕ ĕнмеç: е ачи-пăчи пурăнмаç, е учĕ-ĕни ӳксе вилет. Н. Карм. † Эсĕ пăрахсан та, эпĕ пăрахмăп, çак çулсенчех ӳксе вилмесен (если не умру в эти годы). Юрк. Пĕр халирлĕ çул çак ялта тутарсем пĕр-пĕрин хыççăн ӳксе (надо бы: ӳке-ӳке) виле пуçланă. Сред. Юм. Ӳксе вилсен те, хĕрхенмĕ. Он, хоть умри, не пожалеет. (Çынна ĕçлеме кĕршсен, пит нăмай ĕçлеттерекен çынна, чȏхăн çын кивçен ыйтса кивçен паман çынна çапла калаççĕ). IЬ. Ӳксе вилес пик ĕçлет. До того работает, что, того и гляди, упадет и умрет. Умереть скоропостижно, внезапно. N. † Эпир ӳксе вилсен, мĕн юлат? — Çак калаçна чĕлхе, çав юлат. Хыпар № 20, 1906. Килте хытă ĕçлеттĕм, ĕç айне ӳксе вилеттĕм.

çамрăк ӳсĕм

молодой человек. N. † Çак саманасенĕн йăвăрлăхĕ çамрăк ӳсĕмсене те, ай, макăртать.

ӳç

неправ. начерт. вм. йӳç (дерево). Хора-к. † Çак ялта ӳç нумай, корак ларман торат çок. В этой деревне много деревьев, и нет ни одного сучка, на котором не сидел бы грач.

ӳт илен

ӳт илекен курăк, назв. растения, verbascum thapsus. П. И. Орл. Ӳт илен курăк. Сурана, çĕçĕ-мĕн алла кассан, çак курăка, вĕтĕ çăнăх пек тӳсе, сапаççĕ. Чертог. Ӳт илекен кȏрăк ― растение, лист которого зеленый; оборотная сторона с белыми волосками, густо усеивающими ее, и потому она бледнее. Назв. ӳт илекен корăк есть в Шибач. и Тюрл. Нюш-к. Алла урана кассан, ӳт илен теекен курăкпа çыхса тӳрлетеççĕ.

ăйăх тат

не спать, vigilare. Изванк. Эпир çак тĕрлĕ ăйăх татса, саншăн тăрăшатпăр. Мы ради тебя стараемся, ночей не спим. N. Ăйăха татрĕç, тесем, паян? Так ты говоришь, что у тебя сегодня прервали сон?

ăйхă-курăкĕ

назв. растения. Рак., Кайсар. № 54. Ăйăх веçсен, çак курăка пуç айне хурса выртсан е çывăрас уммĕн вĕретсе ĕçсен, çын çывăракан пулать.

ăнлат

разъяснить, дать понять, втолковать, растолковать. Хыпар № 45, 1906. Çак ĕçе тăвакан çынсем тата епле суйламалли çинчен, халăха ăнлата-ăнлата памалла. Работающие над этим делом должны еще растолковать народу, как производить выборы.

ăнлă-майлă

с толком, с пользою? Хыпар № 4, 1906. Çак вĕренес ĕçе малтан тĕплĕ тусан, ытти малалли хресчен ĕçĕсем ăнлă-майлă тухĕ-ччĕç.

ăнăçлăх

удачность, успешность. Треб. II. Эсĕ çак хăвăн чуру выльăх-чĕрлĕх кĕтĕвне те пилле, ăнăçлăх ту, пиншере çитиччен йышлăлантар.

ăратлан

радоваться, воодушевляться. Микушк. † Çак тăвана курсассăн, чунăм ăратланса çитеççке (= çитет-çке). Радуется душа при встрече с этим родным. Альш. † Йыснаçăмах (çавă пур), аппана илме килнĕ чух ăратланса килет-çке. Ах, милый зятек (такой-то)! Приезжая за сестрой, он полон радости и воодушевления. Бел. Гора. † Хăта хĕрĕ, сарă хĕр, ăратланса кĕтет-ĕçке. Красавица, дочь свата, дожидается с радостыо. К.-Кушки. † Эпир илме килсессĕн, ăратланса çав (невеста) ларат (радуется).

ăру

(ы̆ру), род. Ст. Чек. Истор. Çапла салана-салана кайса, вĕсем темиçе ăрува уйăрăлнă (разделились на несколько родов); ăрувин те ячĕсем пулнă. Сборн. мол. Санран кайран санăн яхусем те ăна ăруран ăрура тытса тăччăр. Изамб. Т. Те кусен ăрăвĕнче çивчĕ чĕлхелĕ? Или у них в роду очень остры на язык? Ib. Ахаль ăрăвĕнче (в роду) çапла чир пур. БАБ. Çак Павăла (павăлăн?) çав ĕлĕкренпех ăрăвĕ ĕрчемен (не было потомства). Халĕ те вăсем арлă-арăмлă анчах пурăнаççĕ. Сред. Юм. Ăру, потомство.

ăрăскаллă-тивлетлĕ

счастливый во всем. Ч.С. Çак тин çуралнă ачана ырлăх-сывлăх парăсăн-чĕ, тет, ăрăскаллă-тивлетлĕ тăвăсăн-чĕ, тет. (Языч. молитва).

ăрăссăр

(ы̆ры̆ссы̆р), несчастный. Бел. Гора. † Эпир аттепе анненĕн ăрăссăр чунсем; турă ăçталла, çавăнталла. Н. Лебеж. † Сар кайăкăн чĕппи çылăхсăр чун, эпир атте-аннерен ăрăссăр (телейсĕр) чун. Юрк. † Хурăнтан хурлăхлă йывăç çук, çак пиртен ăрăссăр тăвансем çук. Печальнее березы нет дерева, несчастнее нас из нашей родни нет никого.

ăс

(ŏс, ы̆с), ум, разум; ум-разум, рассудок. N. Акă пирĕн хушшăмăрта тĕслĕрен халăх пур, тĕрлĕ ăс пур, тĕрлĕ чĕлхе пур. Вот среди нас есть разный народ, разный ум, разный язык. Собр. Ăс çук та, ĕç пулсассăн ― ĕç çук, теççĕ. (Послов.). Нет ума, поэтому нет и дела. IЬ. Çук ĕнтĕ, урăх эрех пулмас, ăна ăс вĕрентекен пур (его кто-то учит уму-разуму). Альш. Эсĕ ăсран тухнă ахăр, тенĕ. Должно быть, ты сошел с ума. СТИК. Ăс çитеймес çав. Не хватает ума. (Говорят человеку, не сумевшему сделать что-нибудь руками). Изамб. Т. Сана та ăс кĕмерĕ иккен. Авланнă пулсан, пĕр-ик ача ашшĕ пулнă пулăттăн. Не набрался, оказывается, и ты ума. Если бы ты был женат, то ты был бы отцом двух-трех детей. Собр. 343. † Пирĕн пек çамрăк ачасем пурăнакиле ăс илет. Ала 96. Ку ачана кăшт ăс кĕре пуçланă: мĕлле пурăнас ку хĕле? тет. Этот парень начал приходить в ум: как, говорит, провести эту зиму? Орау. Нимĕч вăл ăспа пурнакан çын, ал-хапăлтах мĕн курнă, ун хыççăн каймаçть. Немцы — люди рассудка, и ничем не увлекаются. Кильд. Хайхи вара ăс вĕренте пуçларĕ, тет (начал учить уму-разуму). Б. 13. Ялан ăспа çӳресен, ялти ватă ятламасть. Если постоянно ходить с умом, то деревенские старики не будут бранить. С. Тимоф. † Çĕнĕрен килнĕ çын, тесе, çунан вута ан чикĕр: ман ăс кĕске, чăтас çук. Из-за того, что я новый человек, не толкайте меня в пылающий огонь: у меня ум короток, я не вытерплю. (Слова молодушки). Полтава 11. Ăсран тухнă ват этем. Старый человек, выживший из ума. Кратк. расск. Иосиф тĕрмере, хĕн пурăнăçра, шăп ӳссе çитĕнсе, пысăк çын ăсĕ кĕричченех ларнă. Ч.С. Санăн ăсу ватăлнăçĕмĕн пĕтсе пырать-мĕн, терĕç. Они сказали: «Ты, чем старше, тем глупее». Юрк. Ăсĕ пур чух, еще будучи в здравом уме и твердой памяти. Юрк. Шухăшласан, ăсăм çитми пулчĕ. (От долгой думы) в голове не хватает способности мыслить. Псалт. 30,23. Эпĕ ăсăм кайнă вăхăтра каларăм. IЬ. Лаша пек, ашак пек ан пулăр, вĕсен ăсĕсем çук. N. Нумай вĕренни ăсран ярать сана. Долгое учение сводит тебя с ума (лишает разума). А. П. Прокоп. † Ăсăмăр ухмах. У нас глупый разум. Юрк. Эсир мĕшĕн апла çырса янине, пăртак ăсĕ пулсан, хăех пĕлĕ, теççĕ, кулса. «Если есть у него немного сообразительности, то он сам поймет, почему вы так написали», говорят они, смеясь. Якейк. Воник салтакăн пĕр качакан чохлĕ ăс çок, теççĕ. У двенадцати солдат, говорят, нет ума столько, сколько у одного козла. Юрк. Калаçса ларнă ушкăнта пĕр чăваш пит ăспа калаçса ларнă. Вăл çапла пит ăспа калаçнинчен итлесе лараканнисем, ыттисем, пĕтĕмпе тĕлĕнсе тăнă. Среди беседующего общества один чувашин разговаривал очень умно. Слушатели изумлялись его умным речам. Богдашк. † Икĕ савнă тусăм пур, пĕрин ăсĕ кĕскерех; пĕри кайсан, тепри пур. Есть у меня два милых друга, но у одного из них ум коротковат. Если один уйдет, то останется другой. Псалт. 48,4. Чĕремпе шухăшласа пĕлни ăса вĕрентĕ. Юрк. Ача-пăча ăсĕ. Сред. Юм. Ăсне ĕçет, ум пропивает. IЬ. Ĕçесси ĕçтĕрчĕ хоть те, ăсне ан ĕçтĕрчĕ. Пусть бы пил, но только бы ума не пропивал. N. Ку çынсем йăлтах ăсран кайнă, нимĕн пĕлмеççĕ. Эти люди совсем сошли с ума, ничего не понимают. Урож. год. Çамрăк чух ăс салатман (не расточал попусту), укçа шăва пăрахман. А. П. Прокоп. † Çинçе-кăна пӳлĕ хура куççăм, пурăна-пĕр-киле ăс илет (приобретает). Кĕвĕсем. 79. Паянхи кунтан ăсăм пĕтрĕ (я лишился рассудка) такçан тăвансене курнипе. Чăв. й. пур. 9. Лайăх ăслă, кăмăллă çын. Очень умный, симпатичный человек. || Мысль. Изванк. Çул çинче каялла çавăрăнса пăхсан, тепĕр ăс кĕрет, теççĕ. (Послов.). Ст. Чек. Ăс пăттăранат, мысли перепутались. IЬ. Хуйхă пусан, аптăранипе ăс пăттăранат. IЬ. Ăс пăттраннă вăхăтра пуç анкă-минкĕ пулат, ыратат. IЬ. Ăс пăттăранма ури çине ĕне пусман (еще молод для того, чтобы слишком задумываться). || Направление ума, убеждение. Жит. св. Январь. Арий, пит ăслăскер, шуйттан пулăшнипе пĕтĕм халăха, улпутсене те, патшасене те, архиерейсене те, хăй ăсне ерте пуçланă. Лашман. Ырă кинçĕм (çавă пур) ялан пĕр ăс çинче пурнинччĕ. (Свад. песня). Сред. Юм. † Çичĕ ют килне каймасăр çичĕ ют ăсне тытас мар. Пока я не вошла в чужую семью, я не буду жить чужим умом. Чăв.-к. † Çичĕ ют килне çитмесĕр, çичĕ ют ăсне тытас мар. Пока я не вошла в чужой дом, я не намерена поддаваться чужому влиянию. ЧП. Нумай йĕрĕп ĕмĕр тăрăшшĕне ирттерме, ăсшăн тăрăшма пиллесем. Много еще поплачу я в течение своей жизни, благослови меня на приобретение должного направления ума. Хыпар № 16, 1906. Эсир хăвăр, хытă тăрсан, турă панă ăса тытса, кĕнеке вĕренме ан ӳркенĕр. || Совет. Чăв. й. пур. 12. Эпĕ сан патна ăс ыйтма килтĕм, тенĕ. Я к тебе пришел за советом. IЬ. Леш сутма пынă çынсене тунма (отпереться) ăс вĕрентнĕ (научил). Альш. Унтан вара Ванькканăн арăмĕ монастыре ăс шырама кайнă. Н. Шинкус. Кам та кам çав старикрен ăс ыйтса килĕ, çав тăшман тин çак киле çĕнтерĕ. До тех пор, пока не сходит кто-нибудь к тому старику за советом, тот враг не одолеет этого дома. || Мнение. Ходите во свете. Пĕр ăс тытса. БАБ. Выртасчĕ, те çывăрасчĕ ĕнтĕ, пирĕн ăспа. По нашему мнению, следовало бы им лечь да уснуть. || Сознание. Сред. Юм. Ăс пăрахсах ĕçмес ȏ. Он не пьет до беспамятства. Лашмаш. Тусçăм, эпир иккĕн (sic!) эпир уйăрăлсан, асăнăн-ха ăсă пĕтиччен (до того, что сойдешь с ума). Ала 61°. † Кунтан, тăвансем, эпĕ уйрăлсассăн, асăнăр-ха ăсăрсем пĕтиччен. Б. Сунч. † Эпĕ, тăван, кунтан уйăрăлсан, асăнăр-ха ăсăрсам пĕтиччен. || Повадка. Чăв. й. пур. 10. Эй, Яхвар! çак сирĕн ăсра энĕ пĕртте юратмастăп, çул хура, тиенĕ ăлавна йывăртарах, ху çапах лашана хĕнетĕн. Эх, Яхвар! не люблю я этой вашей повадки! Дорога бесснежная, клади положил много, а сам все-таки бьешь лошадь. || Нрав, характер. Ала 8. Унăн ăсĕ те пит аван, лăпкă ăс пулнă. Он был очень хорошего, тихого нрава. Посл. 101,20. Ăсăртан — çулланă (в летах) çынсем пек пулăр. Ала 90. Анчах вăл ачасем иккĕшĕ икĕ ăслă пулнă (различного характера). || Прием, способ. Ала 13°. Халь ĕнтĕ ку ăспала (зная такой прием) аптрамăп-ха, тенĕ. IЬ. 20°. Ăс шыра пуçланă. Начал искать способа. IЬ. 21°. Пире нимĕн те кирлĕ мар, эсĕ пире ăс тупса парăн-ши? Нам ничего не нужно: не укажешь-ли ты нам способа (выхода)?

ăса кĕр

образумиться, поумнеть. Хыпар. № 31, 1906. Чăвашсем пăртак ăса кĕчĕç, çавăнтан пуçланса кайрĕ вăл çĕнĕ самана. Чуваши немного поумнели, с того времени началась новая жизнь (время). Апок. 254,9. Вĕсем çак асапсене тума ирĕк пур туррăн ятне хурларĕç; ăна мухтама ăса кĕмерĕç.

ăс-хакăл

умственные способности, разум. Баран. 145. Турă ăна, ăс-хакăл парса, вĕренме хастарлă тунă. СПВВ. ПВ. «Ăс-хакăл = ум; в умственном отношении». Апок. 256,9. Кунта тăнлă ăс-хакăл. Сборн. мол. Ăс-хакăлсем таса маррине тасатать. IЬ. Хăвăн çак халăхна лăпкă, хуйхă-суйхăсăр пăхса усрама ăна ăс-хакăлна пар. N. Ăс-хакăл, способность. || Нрав. Яргуньк. Ну, ун арăмин ăс-хакăл лати çук (плохой характер).

ăссĕн

то же, что ăссăн. В К.-Кушки ставится только по отношению к 3-му лицу. К.-Кушки. Хăй ăссĕн аташша çӳрет. Слоняется (бродит), как ему вздумается. Чем люди живы. Хăй ăссĕнех калаçкаласа пырать çак çулпа. Идет дорогой, разговаривая сам с собою. Торп-к. Пике каларĕ, тет: чуп-чуп, урапам, урапам! Вĕр-вĕр йăттăм, вĕр йăттăм! Макăр, макăр, сурăхăм! Авăт-авăт, алтанăм! тесе те, урапи хăй ăссĕнех тапранса карĕ, тет. (Сказка). Выла, Курм. у. Çав сăрана арçын ачасемпе хĕр ачасем хăйсем ăссĕнех тăваççĕ (по своему почину). Макка 126°. Унтан тата уччилнисем: хĕрсем валли хăй ăссĕн. Потом еще училища: для девушек особо, само собой.

ăçти-çук

дрянной, какой ни попало, что ни попало. Дим. Ростов. Школăра та шухă вылякан, усал калаçакан, ăçти-çук тĕрлĕ усал ĕçсем тăвакан юлташсемпе паллашман. Сказки и пред. чув. 4. Ку карчăк та ăçти çук тухатмăшчĕ таврара. К-Кушки. Эй, ăçти çук! Эх, дрянь! Букв. I ч. 1904. Тискер кайăка, арăслана, парăнтартăм, халĕ çак ăçти-çук эрешментенех пĕтетĕп-ĕçке. Рук. календ. Прокоп. Вĕт пирĕн чăвашсем пит ирсĕр пурăнаççĕ: пӳртĕнче витери пек, алшăллийĕ ăçти-çӳк, çĕтĕк-çурăк, кивĕ кипке, кивĕ йĕм. Чем люди живы. Укçине пĕр-пĕр ăçти-çукпа ĕçсе пĕтернĕ ĕнтĕ ку, тата хăйне те ертсе килчĕ. Трхбл. Вăл ăçти-çука калаçма пит юратат. Он любит болтать чепуху. Н. Карм. Ăçти-çук, плохой, невзрачный. См. хавал.

ăçтăмах

рай. Макка 221. Хывнă чухне ак çак сăмахсене каласа хываççĕ: умăнта пултăр, сĕкĕл ту; пĕр турамĕ пĕр çăк пултăр, умăнта пултăр: ертсе çӳрекеннине те тивтĕр. Ăçтăмахра вырт; эпир асăнăпăр, эс ан асăн пире. Ача-пăчана ан хăрат. . 221. Унта вара ăна хывнипе пĕтĕмпех кăларса тăкаççĕ, ăна хывнă чухне ак çак сăмахсене калах каласа хываççĕ: умăнта пултăр, ăçтăмахра вырт, теççĕ. Охотн. Ăçтăмах, рай.

ăçтĕлтен

откуда. К.-Кушки. Ăçтĕлтен килтĕр эсир кунта? Откуда вы пришли сюда? || Как. Емельк. † Эсирех те пире туман (не родили) пулсан, ăçтĕлтен курасчĕ çак ырлăха?

ăш

(ŏш, ы̆ш), нутро, желудок. Якейк. Эп паян ăша яман, эсĕр ик хут çирăр. Я сегодня ничего не ел, а вы уже два раза поели. N. Ăш ыратакан. Побаливает живот. Скотолеч. 26. Ăшран ыратнă чухне епле имлесси çинчен. О том, как лечить во время боли внутри. N. Ăш ыратсан ĕçмеллĕх юлтăр. Пусть останется для приема во время боли живота. Цив. Ăш ыратать = хырăм ыратать. Живот болит. Календ. 1907. Ăш çине вĕри шыв çинче йĕпетнĕ тутăр хурса тăмалла. На живот нужно положить намоченный в горячей воде платок (при поносе). Пазух. Çӳл ту çинчи шур мулкачă курăк çисе вылать-çке; пирĕн пек çамрăк ачасем те ăшне тытса йĕрет-çке. Находящийся на высокой горе белый заяц ест траву и играет; такая, как мы, молодежь плачет, схватившись рукой за живот. Шорк. Ĕнер ĕççе ăш ыратаканах полнă (до того, что даже заболела грудь). || Внутренности (человека, животного). Сред. Юм. Пит шăнсан, ăша сиввĕ витрĕ, теççĕ. Сильно замерзнув, говорят: холод заморозил внутренности. Собр. 335°. Çын ăшне тавăрса пăхма кĕрĕк çанни мар, теççĕ. Внутренность человека нельзя вывернуть, она не рукав шубы. (Послов.) Шурăм-п. № 26. Питĕ сивĕ çил вĕрет, пĕтĕм ăша шăнтать. Дует очень сильный ветер, студит всю внутренность. Ст. Шаймурз. Иван арăмĕ пĕр пичĕ хĕвел, тепĕр пичĕ уйăх икĕ ача çуратат, пĕрне ăшне тытса юлат. Жена Ивана родит двух детей, у которых одна щека ― солнце, другая — месяц; одного оставляет (задерживает) в животе. Чăв. й. пур. 32. Çын ăшне кĕрсе витĕр тухас пек калаçнă. Своей речью он как бы проникал в самое сердце. Хыпар № 1, 1906. Мĕншĕн тесен ĕлĕкхи манахсем ăш хăпарса тухиччен ĕçлесе пурăнакансем... Так как прежние монахи, работавшие до упаду... || Экскременты. Хурамал. Чирлĕ лашанăн ăшĕ тухмасть. У больной лошади не выходит кал. || Начинка. Изамб. Т. Пелĕш ăшĕ, начинка пирожка. || Мякоть (арбуза, дыни, тыквы). Хыпар № 3. 1906. Ман умра, сĕтел çинче, пĕр арпус выртать, пысăк, илемлĕ: ăшĕ те хăйĕн хĕп-хĕрлĕ пулĕ. Передо мной, на столе, лежит арбуз, большой и красивый; вероятно, и мякоть у него красная-раскрасная. || Внутренность. Изамб. Т. Пăртак тăрсан, сасартăк чиркӳ ăшĕ тата ытларах çуталса кайрĕ. Немного погодя, вдруг внутренность церкви осветилась еще ярче. N. Ăш (шал енĕ), внутренность. || Подкладка. Ч.П. Канихвер камсулăн ăшĕ хура. У камзола из «канихвер'а» подкладка черная. Альш. Çĕлĕк ăшĕ; ăшă ăшлă çĕлĕк; карттус ăшĕ. Подкладка шапки; шапка с теплой подкладкой; подкладка фуражки. Ядр. Вăрман ăшпе(=ăшĕпе) вăтăр çухрăм каймалла. Нужно идти (ехать) тридцать верст лесом (внутренностью леса). Пизип. Вот вăлсем вăрман ăшĕпе пыраççĕ. Вот они идут (едут) лесом. || Употребляется в значении послелога. Регули 1109. Сăнăх-шне ӳкерчĕ. Уронил в муку. Торп-к. Çак мăкăра ăста ярас? тесе, итет, тет. Çын калать, тет: лашасам ăшне яр, тесе каларĕ, тет. Куда пустить этого быка? Человек отвечает: «Пусти в табун лошадей (к лошадям)». Ст. Шаймурз. Карап ăшĕнчен тухса, выйдя из корабля. Ал. цв. 2. Вăл чул кĕлет чул ту ăшĕнче. Этот каменный амбар — в каменной скале. В Якейк. гов.: катка-шне шу толтарнă, сĕт ĕшне тăвар янă (а не çине). Там же: корка-шне, чĕрес-ĕшне, хот-ăшне. Регули 1110. Вутă-шне хор. Çав вута хор. Клади в сено. Клади то сено. . 1112. Утсам вите шăнче (витере тăраççĕ). Лошади в конюшне (стоят в конюшне). . 1113. Хоран-шăнче (хоранра) вĕрет. В котле кипит. . 1114. Çак тоттăр-шне чăрка. Заверни в этот платок. . 1028. Виç контан вăрмана кайса. Виç кон иртсен, тăват кон-шăнче вăрмана кайса. Через три дня в лес отправился. По прошествии трех дней, на четвертый, отправился в лес. Ау. 219. † Пур, пур тăван ăшăнче, савнă тăван çавăччĕ. Среди всех родных он был самым милым моему сердцу. Богдашк. † Пурçăн чаршав ăшĕнче, мамăк минтер пулинччĕ. За шелковым занавесом была бы пуховая подушка. Альш. Çăв уйăхĕ çич уйăх, çичĕ уйăхăн ăшĕнче çитмĕл тĕслĕ кун килĕ. Летних месяцев семь; в течение семи месяцев будет семьдесят разных дней. || Ум, мысль, память; сердце. О заступл. Вăл сăмаха санăн виличченех хăвăн ăшăнта тытса çӳрес пулать, пĕр çынна та калас пулмасть. Это слово тебе нужно всю жизнь хранить в сердце (втайне), никому не надо говорить. Шурăм-п. № 3. Ятласа пăрахмасан, юрĕ те-ха, тесе, шухăшлать хăй ăшĕнче. Хорошо, если не обругает, думает (он) про себя. Ч.С. Эпĕ вăл каланă сăмахсене ăшра тытса çӳре пуçларăм. Все, что он говорил, я стал держать в уме. Ягудары. Вăл ман ăшăмра та çок. У меня и на уме-то этого не было. Панклеи. Йăвана кӳме ăша кĕре пуçларĕ. Иван стал вспоминать о повозке. Кĕвĕсем 81. Кĕмĕл çĕрĕ, ылттăн куç, пур-и ара аллăнта? Иксĕмĕр калаçнă сăмахсем пур-и ара ăшăнта? Есть ли у тебя на руке серебряный перстень с золотым щитком? Сохранилось ли у тебя на сердце все, что мы говорили с тобой? Арман-к. Чеб. у. Эп сана окçа памаллаччĕ. — Манса кайнă, вăл ман ăшăмра та çок. Я должен был тебе деньги. — Я совсем забыл об этом, и в памяти у меня нет (совсем запамятовал). || Придача. Абаш. Кона ăшне яр. Это дай на придачу. Йӳç. такăнт. 70. Ĕçкине ăшнех калаçнă ăна! Выпивка была сговорена сверх всего. Орау. Сана аллă хăяр анчах памалла та, аллă пĕр пулч; юрĕ, пĕри ăшне кайтăр (пусть пойдет не в счет). || Цив. Кукша ăшăнчен вилес пек кулса тăрат, тет, у. Плешивый едва удерживается, чтобы не расхохотаться во все горло. || Орау. Ăшне каяш сасси! Кунĕпе улать! Чтобы ему лишиться голоса!― целый день воет.

ăшă

тепло. Т. VI. 7. Ăшă ăмăшĕ, ăшă хаярĕ... Мать тепла, зло тепла (божества). N. Ăшă тăрать, стоит теплая погода. Н. Седяк. † Ял вĕçĕнчен шыв юхать — сивĕ те пулсан, ĕçмеççĕ; ял варринчен шыв юхать — ăшă та пулсан, ĕçеççĕ. У конца деревни течет вода но, хотя, она студеная, ее не пьют; по середине деревни течет вода но, хотя, она теплая, ее пьют. Бгтр. Ăшăпа сивĕ тавлашнă кун (Христоса хирĕç тухса илнĕ кун) ăшă пулсан, малалла ăшă пулать, теççĕ. Если в день, когда борются холод с теплом (в сретенье), будет тепло, то и потом будет тепло. N. Тата хăш вăхăтра, çав хĕвел ăшшинче çывăрнă чух, ăна кашкăр та тытат, тет. Иногда, когда он лежит на солнцепеке его и волк ловит. Шурăм-п. Вăл та ăшăпа аптранă. И он замучился от жары. КС. Ăша ăшă çаппĕр (согрелся). Нюш-к. Ăшша курса, юпăнч ил (тумтир тавраш, пӳркенмелли илме хушать). Глядя на тепло, бери покрывало. (Послов.). N. Нурăс уйăхĕ теççĕ, кун ăшă енне кайса, кун йĕпенсе тăнăран. Месяц нурăс называют так потому, что в этом м-це время идет к теплу, и становится сыро. Альших. † Кайрăм Пăла тăршшине, кĕтĕм вăрман ăшшине. Пошел на Булу (речка), зашел в тепло леса. Янбулат. † Порçăн тотăр поç ăшши, çак ен хĕрсем чон ăшши. Шелковый платок согревает голову, девушки этого края ласкают (согревают) душу. Сред. Юм. Ăшша хĕрĕнсе тохнă. Вышел, рассчитывая на тепло. Ib. Ăшша тохрăмăр. Мы вышли на тепло. т. е. дожили до тепла. Т. М. Матв. Ăшша çĕлен иленнĕ, теççĕ. К теплу привадилась змея. (Послов.). N. Спаççипă турра, ăшша тухрăмăр (дожили до тепла). || Жара. N. Чĕкĕнтĕре самай чечеке ларнă вăхăтра ăшă тиврĕ. Свеклу взяло жаром как раз в то время, когда она расцветала (так говорит хозяин). N. Эпĕ мĕнле ăшша та сивĕтетĕп, пĕр çухрăмран пĕçерекен ăшша та сивĕтетĕп. Я могу какое угодно тепло остудить; за целую версту я могу остудить самую горячую жару. Макка 202. Вĕсене сӳнтермесен, тыррапулла ăшă тивет, теççĕ. Если не потушить (огонь), то, говорят, хлеба возьмет жаром. Сала 305. Çинçере хуралт тăррине хăпарсан, тырра ăшă тивет, теççĕ. Если во время праздника «çинçе» влезешь на постройку, то, говорят, хлеба возьмет жаром. В. Олг. Ăшă (ŏжŏ) тисерчĕ(=тиврĕ). Жаром хватило (о хлебе). Регули 1059. Выльăх ăшăран ништа кайса кĕме пĕлмест. Скотина не знает, куда деться от жары. || Сила, внутренний жар. N. Пĕтнĕ ĕнтĕ (одряхлел), ăшши çук. Нет силы (у старика). || Лупцовка, verberatio. Завражн. Пĕрре, тытса, ăшă пачĕç. Пĕрре ăшă парам-ха! Раз поймали и задали лупцовку. Задам-ка раз лупцовку. || Теплый. Якейк. † Çак коккăрта çил ăшă; çил ăшă мар, хĕр ăшă: чон йоратнă хĕр ăшă. В этом углу теплый ветер; ветер не теплый, а девица теплая: сердечно любимая девица теплая. К.-Кушки. Турăран савăнăç ыйтатпăр, ăшă çумăрне пар, тесе. Просим у бога радости, чтобы он дал (нам) теплого дождя. N. Çуркунне хĕвел çӳлелле хăпарать те, кунсем кунсайранах ăшă та ăшă пулса пыраççĕ. Весной солнце поднимается высоко, и с каждым днем становится все теплее и теплее. О сохр. здор. Ăшă тумтир. Теплая одежда. N. Ăшăрах, тепловатый. Н. Карм. † Çак тăванусем патне салам ярсан, кăнтăрлахи ăшă çилпе яр. Если будешь посылать привет этим родным, то посылай его с теплым полуденным ветром. Орау. Ăшă çăккăра ватă çынăн та шăлĕ витет. Теплый хлеб и у старого человека зуб берет = теплый (свежеиспеченный) хлеб и старику по зубам. Ib. Паян ăшă тăман лаплаттарать анчах. Сегодня идет хлопьями сильный снег. Юрк. Эпĕ унта ăшă çĕрте-кăна çĕлесе ларăтăм; хуралла-мĕне шăнса çӳремĕтĕм. Я бы там сидел в теплом месте и не ходил бы в холод сторожить. || Шибач. Ăшă апат. Горячая пища. || Приветливый, сердечный, теплый, ласковый. Хурамал. † Чĕлхĕрсемех çемçе, питĕр ăшă, калаçассăм кисе(= килсе) тăрать-çке. Беседа ваша мягкая, лицо приветливое, так и хочется говорить (с вами). N. Аллăран курка памасан, ăшă (scr. ăшĕ) сăмахĕ пулинччĕ. Если и не даст из рук чашку, то пусть (у нее) было бы приветливое слово. Такмак. Авалхи йăлапа тухрăм туя. Ăшă питпе (ласково), тутлă чĕлхепе пире хапăл тăватра? По старинному обычаю вышел я на свадьбу. Примите ли вы нас с приветливостью на лице, с сладким словом? Якейк. Ăшă çын нумай та, но Якку амăш пек ăшă çын орăх топас çок (противоположное — сивĕ çын). Ласковых людей много, но ласковее матери Якова не найти. Янш.-Норв. Унпала нихăçан та ятлаçмаççĕ, ялан унпала ăшă сăмахне анчах калаçаççĕ. С ним никогда не ссорятся, всегда говорят с ним ласково. Юрк. Виç хутчен пит ăшă-кăна чуп туса илчĕ. Три раза поцеловала меня так мило. Альш. Ăшă сăмах, приветливое слово. N. Ăшă сăмахсем те кăлаççа илеççĕ. И поговорят приветливо. Якейк. Ырă кăмăллă, ăшă çын, добрый, ласковый человек. || Приятный. Бюрг. Ăшă ыйхăран çынсем вăранччăр. Пусть люди проснутся от сладкого сна. Юрк. Сыв пулса тăр халĕ. Ăшă хыпар кĕтсе юлакан тусă Ив. Юркин. Пока будь здоров. В ожидании доброй вести твой друг Ив. Юркин. Собр. 210. † Иртет ĕмĕр, иртетех ăшă ăйхăра курнă тĕлĕк пек. Проходит век, как приятный сон. N. † Пиртен ăшă хыпар çитсессĕн, çумăнти мăшăрна илех пыр. Получив от нас приятную весть, возьми свою жену и приезжай. || N. Ăшă пăрçа çитер. Угощать свинцовым горохом (ружейным огнем).

ăшăла

ăшăлла, (ŏжŏла), в теплом виде. В. Олг. Ăшăла. КС. Пашалăва ăшăлла çима лайăх. Приятно есть лепешку в теплом виде. Сир. 187. Çак çăкăрсене эпир килтен ăшăлах илсе тухнăччĕ, кунта çитиччен йăлт типсе кăвакарса пĕтрĕç. Этот хлеб мы захватили с собой в теплом виде, но пока мы прибыли сюда, он весь зачерствел и заплесневел.

ăштрав

штраф. Хурамал. Çак куркана ĕçеймене çичĕ те пилĕк курка ăштрав: çичĕ курка сăра, пилĕк курки шыв. На того, кто не выпьет этого ковша, наложат 7 да 5 ковшей штрафа: семь ковшей пива, пять ― воды. Изванк. Ăштрав тутар, наложить штраф.

ăшшĕн

(ŏшшӧ̌н'), по внутренности (послелог). Регули. 1111. Вăрман ăшшĕн тохрăм. Прошел лесом. Шорк. Кил-карти ăшшĕн, анкарти ăшшĕн тохса тарчĕ. Убежал через овраг, через гумно. Яжутк. Çак ача та, тыр ăшшĕн чупса, старик умне тухрĕ, тет. Этот мальчик забежал по ниве вперед и вышел навстречу старику. Панклеи. Вăрман ăшшĕн пĕр арçури: ох-ох-хо! тутарса пырать , тет. Лесом идет арçури (= арçурри) и гогочет.

ĕмĕр

(ӧ̌мӧ̌р, э̆мэ̆р), век. М. П. Петр. Этеме пурăннă-çемĕн ăс кĕрет те, анчах ĕмĕрĕ кĕскелет. Чем больше человек живет, тем больше набирается ума, только жизнь его сокращается. N. Ӳпренĕн ĕмĕрĕ ик эрне. Век мошки — две недели. Сред. Юм. Ĕмĕр сакки сарлака, ȏнăн вĕççи кȏрăнмас (тесе), ĕмĕр вăрăм, малла (= малалла) мĕн пôлассине пĕлместĕн, тессине калаççĕ. N. † Епир вылянă-кулнисем каят ĕмĕр тăршшăне. К.-Кушки. † Эпир вылянни-кулнисем пырĕç ĕмĕр тăршшине. Память о наших играх и весельи сохранится на всю жизнь. Хыпар № 19, 1906. Халĕ сасартăках ĕмĕрти чи пысăк ĕçсене тума тытăнмалла пулчĕ. Теперь неожиданно пришлось взяться за самые важные в жизни дела. Пшкрт. Эп хам порăннă ĕмĕрте шатак (шадак) корсатăп (корзады̆п). Я на своем веку всего навидался. N. Ĕмĕрне чăваш чĕлхипех асапланса ирттерчĕ. Весь свой век провел над чувашским языком. Якейк. Ĕмĕрне контах иртерч. Весь свой век прожил здесь. . Ĕмĕрех асапланатпăр. Всю жизнь мучаемся. . Ĕмĕрех конта порнать. Весь свой век проживает здесь. N. † Ĕмĕр иртсе каятĕ, тĕкĕ персе те чарас çук, тăм сĕрсе те чарас çук. Юрк. Калăн, хăйсем темиçе ĕмĕр пурăнмалла, тесе. Скажешь (подумаешь), что они проживут несколько веков. N. † Йăш-шыв çинче тĕтре чох, кайăк вĕçни палăрмаç; яш ĕмринче порннă чох, вĕрем иртни сисĕнмест. Когда на речке... туман, то не видишь, как летит птица; когда проводишь молодость, то не замечаешь, как летит время. Пазух. Çăварни çуни хура çуна, тытрăм-кӳлтĕм хура лаша; сикрĕç-ларчĕç хура хĕрсем, ĕмĕр иртнĕн туйăнчĕ. Букв. Ĕмĕр сакки сарлака теççĕ. Лавка жизни широка. (Послов.). Сир. 40. Ăссăрпа йĕркесĕршĕн пурнан ĕмĕрех йĕр. Ходар. Вăл çын патне пур усал юлать те, вăл вара ĕмĕре те ыр курса пурăнаймаçть. (Вирĕм). К этому человеку собирается («остается») всякое зло, и он поэтому во всю свою жизнь не видит добра (благополучия). Ч.П. Ĕмĕр иртни, течение (прохождение) жизни. Ст. Чек. Ĕмĕре ирттерни — тикĕс ирттерни пулат. Сред. Юм. Ĕмĕр иккĕ килес çок. Жизнь не повторится («почему же не удовольствоваться?»). Рак. † Пирĕн тăвансем: ах! тиеççĕ, епле ĕмĕр ĕмĕрлес! тиеççĕ. Изамб. Т. Шел çамрăк çынна; ĕмĕрĕ пĕтнĕ пулĕ çав. Жаль молодого человека; должно быть, жизни его пришел конец. Менча Ч. (и в др. гов.). Ĕмри — его жизнь. Орау. Ĕмĕрне çавна шыраса ирттерчĕ Шăршĕвӳ те. Шыржи («твой Шыржи», n. viri) такой смерти и искал всю жизнь (собаке собачья смерть). Ч.П. Ĕмĕрĕм вĕçне çитетĕп. Доживаю век. Кратк. расск. 26. Ăна ĕмĕрĕнче пĕр çын та: Иов капла усал, Иов çапла усал, тесе, çăвар уççа, калакан пулман. Орау. Мĕн пур ĕмерне Хусанта ирттерчĕ. Весь свой век прожил в Казани. . Мĕн пур ĕмĕрне кĕнеке çинче ирттерчĕ. Весь свой век провел над книгами. . Ху ĕмĕрĕнте эсĕ ăна кураяс çук. На своем веку ты не увидишь его. Регули 711. Ман ĕмĕрех (ĕмĕре) çитĕ ку япала. На мой век хватит этой вещи. Изамб. Т. Пĕрре тытсан, ул ĕмĕре пырат. Раз загородить, и на век хватит. Якейк. † Ах, кортăм, хĕр кортăм, сĕт каткинчен тохнăскер, катан-пирпе тытнăскер, ĕмĕр çитнĕн туйăнчĕ (жизнь показалась радостной). Альш. Вĕсем вара ĕмĕрнех суккăр пулса ирттернĕ. Они всю свою жизнь были слепыми. Ядр. † Шăпăр, шăпăр çӳмăр çăвать; хĕвел пăхать, типĕтет, пирĕн ĕмĕр çанашкал. Шумит дождик и намачивает; взглянет солнышко и высушит; такова жизнь наша. Посл. 191,17. Ку ĕмĕрĕн пуянĕсене ӳкĕтле. О сохр. здор. Ватăлса виличченех ĕмĕрĕнче те пĕр чир-чĕр те курмаççĕ. До самой смерти в преклонных летах не знают никаких болезней. Ау. 102. Ватăлас ĕмĕрте вĕсем пĕр ывăл ача тупнă. На старости лет у них родился («нашли») мальчик. Альш. † Пĕр ĕмĕр те кунта, пĕр ĕмĕр лере: саклата та хунă мул пекех. (Застольн. песня). Псалт. 16,14. Вĕсене çак ĕмĕрĕсенчех çĕр çинчи суйласа илнĕ сахаллисенчен уйăр. . Санăн патшалăху пур ĕмĕрсенче те тăракан патшалăх. К.-Кушки. Ĕмĕрте катăк пуртă та кирлĕ пулнă, тет. В жизни, говорят, может пригодиться и обломанный топор. (Послов.). || Век, saeculum. Канон. Эсĕ этеме калама çук савнă тăрăх юлашки ĕмĕрсенче ĕмĕр хĕр Маріяран ӳтленнĕ. || Вечно. Ягутли. Кирек камăн та пурнан кунсенче ĕмĕр асăнмалла вăхăтсем пулаççĕ. У каждого бывают в жизни незабываемые минуты. М. Васильев. Ай-ай, аван! Ĕмĕрех ко тапакка шăршлăттăм. Ах, как хорошо! Весь свой век нюхал бы этот табак. Сборн. по мед. Юмăç тени ĕмĕр çук пулать. Знахари вечно бывают бедны. Орау. Ĕмĕр каймастăп. Во веки не поеду. Чăв. й. пур. Кайран акнă тырă ĕмĕрех начар пулат. Поздний посев всегда бывает плох. Ст. Чек. Атсем (= ачасем), хăнана кайсан, ĕмĕр çапла пулат вăл! Ребята, когда пойдешь в гости, всегда так бывает! || Долгое время. СТИК. Мĕн ĕмĕр хытланса тăратăн эсĕ унта! Сколько времени ты там возишься! Коракыш. Ку кайăка чĕрĕллех тытас тесе, Иван тем ĕмĕр çӳренĕ. Желая поймать эту птицу живьем, Иван проходил очень долго.

ĕретлĕ

порядочный, как следует. N. Ĕретлĕ — порядочный (пӳлĕм). || В качестве наречия. Ч.С. Эпĕ, саккăра çитсен, уччилнике кайрăм. Анчах ман вăл малтанхи çул ĕретлех иртерсе пулмарĕ: ăçта хам чирлеттĕм, ăçта çемьесем чирлесен каяймастăм. Когда мне усполнилось восемь лет, я пошел в училище; но в первый год мне не пришлось как следует учиться: то сам хворал, то кто-нибудь в семье, ― и приходилось оставаться дома. Хыпар № 43, 1906. Çак турă маннă тĕнчене 25 çултанпа закон улăштарас, патшалăх йĕркине урăхла тăвас, тесе, тăрăшакан çынсене, сутсăр, ĕретлĕ айăпне пĕлмесĕр, хăвала-хăвала е иле-иле кайрĕç. Всех тех, кто, за (эти) 25 лет, стремился к перемене закона, к улучшению государственного строя, без суда и следствия, не разбираясь как следует в виновности, прогоняли или уводили в этот забытый богом мир. N. Халь мĕн чечекĕ, ĕретлĕ сарăлса ларакан чечек çук, ― пурте ĕнсе кайнă. Какие теперь цветы, ни одного порядочного цветка нет, все выгорели. Юрк. Çӳçĕсем унăн пăртакçĕ кăвакарайнă, ĕретлĕрех шуралса та çитеймен. У него волосы лишь слегка поседели, но далеко не побелели. N. Мана паян ĕретлĕ те çитермерĕ, тата пĕр тумлам шыв та памарĕ. Меня сегодня и не накормил как следует, и ни одной капли воды не дал. Юрк. Эпĕ сана авă пĕр кун вутă турттаракансенчен ыйтса пĕлме хушрăм, эсĕ ăна та ĕретлĕрех ыйтса пĕлеймерĕн. Намедни я велел тебе распросить тех, кто возил дрова, но ты и этого не мог как следует сделать.

ĕсĕк

«постоянно». Употр. в соедин. с част. -ех. М. П. Петр. Çак вăрман урлă ĕсĕкех çӳретпĕр. [IЬ. Ĕсĕксĕр хыпатăн! Ты безостановочно хватаешь (берешь) в рот! Срв. тат. өзөксөз].

ĕçле

работать; делать. Регули 260. Эп она корса ĕçлеменнине. Янтик. Хĕлĕпех эп ун патĕнче ĕçлесе пурăнтăм. Всю зиму я проработал у него. Регули 105. Ĕçлессипе аптранă. Только и думает о деле. К.-Кушки. Ял тăрăх чупма вĕреннĕ çынсем килĕнче ĕçли-ĕçлеми ирттереççĕ. Люди, привыкшие слоняться по деревне, работают дома без усердия. Сред. Юм. Ĕçле-тăркачă, вилес патне çитрĕмĕр ĕнтĕ паян. Сегодня мы заработались до упаду. . Ĕçлетсĕн, ĕçле. Если будешь работать, работай. Альш. Вăрă патне пырат та, вăрра кăшкăрат: эй вăрă, мĕн ĕçлен? тет (что ты делаешь?). Кратк. расск. 26. Эсир мĕнле ĕç ĕçле пĕлетĕр? Какую работу вы можете работать? N. Пуçĕ çав таран ĕçлет. У него настолько башка работает (т. е. он ничего умного придумать не может). Хора-к. † Йăван лаши ― тор лаши, ĕç ĕçлесе ватăлман, хĕр шыраса ватăлса. Иванова лошадь — гнедая; не от работы она постарела, а постарела в поисках невесты (для хозяина). Ашшĕ-амăшне. Кирек те мĕскер ĕçле! Делай что хочешь. Регули 592. Полать (полакан) ĕçлеми çын. Бывает неработящий человек. Вишн. 59. Ĕçленĕ чух ĕçлемен чухнехипе пĕр виçелĕх çиес пулать-и? Нужно-ли питаться одинаково как в рабочее, так и в нерабочее время? Ау 42°. Ак савнă йăмăк мĕн ĕçлерĕ! тет. Вот чего наделала милая сестричка! Сред. Юм. Ĕçле-ĕçле-ĕçле-ĕçле; ĕçлемесен, пăхна çи! Çорконне йор кая пуçласан сар-кайăк йывăç çине ларать те, çапла каласа йорлать. (Подражание одной породе птиц (иволга), которые зимой живут в деревнях и летают по дорогам, а летом в лесах. Величиной она с скворца, с желтыми перьями на груди и с длинным хвостом). N. Ĕçлеме юратни, трудолюбие. Регули 258. Ĕçлеми çын пре пор. . Ĕçлеми çын кам пор пирĕн? . Вăл çын, ĕçлеменни, кайрĕ. Изамб. Т. Халех пĕрре те киле тавăрăнмаст та, ӳссен мĕн ĕçлемĕ ул? И теперь он совсем не возвращается домой; чего он (только) не сделает, когда подрастет? Регули 261. Ĕçленĕ ут мар ку. Это — лошадь, которая до сих пор не была в работе. Земледелец. Пирĕн халăх ĕçлемен мар, ĕçлет. Наш народ не бездельник, он действительно работает. Орау. Ĕçлес пулмасан(= ĕçлемелле мар пулсан), каяс манн. Если мы не будем работать, то мне надо итти. Регули 74. Манăн паян ĕçлес. Я сегодня намерен работать. Якейк. Ĕнер ĕçлесмĕн кона. Это, оказывается, надо было сделать вчера. Собр. Вут хутмасăр çăккăр пиçмест, ĕçлесе пиçмесĕр çурт-йĕр пулмасть, теççĕ. Не истопишь печку — не испечется хлеб; не привыкнешь к работе — не обзаведешься домом. (Послов.). Регули 103. Вăл тарçă ĕçлесре лайăх. Тот работник хорош в работе. . 118. Ĕçлессинче прахрĕ кайрĕ (сомн.?). IЬ. 112. Ĕçлесшĕн окçа паратăп. || Обрабатывать. Чув. календ. 1911. Çĕре лайăх ĕçленĕрен манăн тырă çынсен пулман чух та пулчĕ. От хорошей обработки земли, у меня бывал урожай хлеба и тогда, когда у других его не было. N. Мĕн ĕçлетпĕр-ха? (Так говорят, если придут к человеку, что-нибудь делающему). || Родить. Алешк. Сапл. † Çак Саплăк хĕрсене кам ĕçленĕ(= родил)? — икĕ пичĕ хĕрлĕ улма пек.

ĕçке-çикĕ

угощение (яства и пития). Ст. Чек. Ĕçкĕ-çикĕ лартаççĕ: çимĕçсем, эрек, сăра. БАБ. Çичĕ тĕслĕ тырă-пулăран çак тĕрлĕ çисе пĕтми, ĕççе иксĕлми ĕçкĕ-çикĕ тунă. N. Вăл ĕçке-çике çисе-ĕççе тăраннă çĕре çавă хăтанăн улма сачĕ пур иккен. Альш. Çынна мĕн паллаштарин — ĕçкĕ-çикĕ, çăкăр-тăвар паллаштарат, тет чăваш.

явкалан

(jавгалан), учащ. ф. от гл. явкала, виться; увиваться; вертеться. Ст. Чек. Çĕлен явкаланса çӳрет. Змея извивается. Яргуньк. Хайхи çĕлен çĕвĕç мыйне(мăйне) явкаланса ларчĕ. А змея-то обвилась вокруг шеи портного. Ч.С. Унăн çилхи вăрăм, явкаланса çĕрех аннă-ччĕ. У нее (лошади) длинная грива, (которая), извиваясь, доходила до земли. N. Ун тымарĕсем чул куписем ăшне явкаланса кĕреççĕ. Корни его (растения), извиваясь, проходят в кучу камней. Орау. Вĕшле пек явкаланса çӳрет. Ердово. Ăçта пăх, пур енелле те, хура çĕлен пек хуралса юлнă çулсем явкаланса чăсăлса(= тăсăлса) выртаççĕ. Куда ни посмотришь, во все стороны тянутся, извиваясь, почерневшие дороги, точно черные змеи. ХЛБ. Ытла типĕ пулсан, муклашкасем явкаланса (sic!) пырса (катясь вместе с бороною?) ванмаççĕ. || Кривляться, кокетничать. || Идти переваливаясь (о длинном человеке). КС. Явкаланса пырать, идет вихляясь (гов. о верзиле), такого человека зовут явкаланчăк. IЬ. Явкаланса ут, идти переваливаясь (о длинном человеке). || Увиваться. Толст. Вăл чашкă таврашĕнче тек явкаланса çӳренĕ. Он все вертелся около блюда. || Вертеться около кого или чего-л. Сред. Юм. Ни ȏтаймас, ним тумас: ман ȏмра явкаланса пырать хăй. || Или где-либо (с какой-то целью). Якейк. Явкаланса çӳрет, тесе, пĕр-пĕр япала илесшĕн çын патне час-час пынине калаççĕ. IЬ. Çав тем явкаланса çӳрет конта, мĕн-те-полин кирлĕ полмалла мантан. Сред. Юм. Мĕн ман таврашра явкаланса çӳрен çак эсĕ пĕрех-май? Что ты все вертишься, (вьешься) около меня? IЬ. Пĕр-май ман таврашра явкаланса çӳрет. Постоянно вертится около меня. || Не сидеть покойно. Рак. Мĕн явкаланса ларан, тенкеле çĕмĕртĕн вĕт! Что ты вертишься, сломал ведь стул-то? || Якшаться, водиться. Ивановка. Хай шкула çӳре пуçласан, эпĕ пĕр-маях вырăс ачисемпе явкаланса çӳрерĕм, çавăнна пĕр хĕл каçнă çĕре чилаях вĕренкелерĕм. Как только я начал ходить в школу, то постоянно вертелся среди русских мальчиков, поэтому в течение зимы порядочно научился (говорить по-русски).

яка

(jага), гладкий; гладко; скользкий; скользко. См. якла, яклака, яклашка, яп-яка. Зап. ВНО. † Йăкăш-йăкăш шумашкăн урай яка пулин-ччĕ. Никит. † Алкум вĕçĕнче яка пăр, нумай çынна ӳкерч пуль. Рак. Пит яка сысăп ĕнтĕ, çамартапа кулач (булка) анчах çисе выртап. N. Паян яка. Сегодня скользко. || Глазурь. N. Кăкшăмăн яки пĕтнĕ (облезла). || В переносном значении = нет. С. Кăсья тĕпсем яка полĕ-ха; кăсйинче полсан, илĕ-ччĕ те. Видно, в кармане пусто; если бы было в кармане, то купил бы. Сред. Юм. Кăçал вăрманта кăмпа нăмай, кăмпа нăмай, теççĕ; эпир каяппăр­ — яп-яка та çап-çут (нет ничего). Янтик. † Çав Ысампаль хĕрĕсем каять, каять, каяймасть. Каять-и-ха, каймичи (каймĕ-ччĕ-и?), арчи тĕпĕ якарах (видно дно сундука, т. е. в нем пустовато). Байгул. † Хĕрне парса илĕччĕç, карман тĕпсем якарах (в кармане пусто). Н. Байгул. † Пĕчĕкçех лаша тур лаша сĕлĕ парса сĕлĕ çимес; сĕллине парсан, çийĕ-чĕ, пӳлме тĕпсем якарах. || Нарядный, нарядно. Сред. Юм. Ай-ай, эсĕ питĕ яка çӳретĕн! Как ты нарядно ходишь! IЬ. Пит яка çӳрет. Ходит очень нарядно. Истор. Çи-пуçне ялан яка çӳретесшĕн пулнă. Хотели постоянно водить его нарядным (т. е. одевать нарядно). Яргуньк. Эпĕ çак ачана ĕçлемесĕр-тумасăр, тутлă çиса, яка тумланма (наряжаться) вĕрентес тетĕп, терĕ, тет (она). || Гладко, в перенос. смыс. Хыпар № 33, 1906. Школасенче мĕне вĕрентмелли, яка вĕрентмелли çинчен вăл программа çинчех нумай каламан.

Яккошкĕн

(jаккошк'э̆н'). назв. дер. Якейкиной. Якейк. † Çак Яккошкĕн вăтăр кил.

ял

(jал), селение (деревня, село). Б. 13. Ялта çерçи вилмест, теççĕ. Говорят, что в деревне не умирает воробей (с голоду). Альш. Элшел пĕчĕкçех мар ял: çĕр çитмĕл киле яхăн пур-тăр ялта. Альшеево не маленькое селение: в нем, пожалуй, около 170 дворов будет. Янорс. Ку хăш ял? тесе ыйтрăм та аттерен, ку Шĕнер, терĕ. Какая это деревня? — спросил я у отца. — Шинерь, — ответил мне он. Вишн. 71. Ялтан анатарах çырмара кĕпе çума, лаша шыва кӳртме юрать, анчах çынсем ĕçме илекен вырăнтан аяларах каяс пулать. В реке ниже селения можно полоскать белье и купать лошадей, только нужно спускаться ниже того места, где люди берут воду для питья. IЬ. 70. Ял тулашĕнчи çăлсене тасарах туса... Колодцы, находящиеся вне деревни, сделав чище... Епир çур. çĕр-шыв. 16. Сирĕн ял мĕн ятлă? Ялĕнче миçе урам? Орл. II 350°. Аслă ялтан кĕçĕн яла туй килет. (Кăвар туртни). Из большого селения в малое едет свадебный поезд. (Загребание жара). А. П. Прокоп. † Ай-ай, ялсем, хамăр ял! Мĕнле ытарса каяр-ши? Регули 741. Ял витрĕ (sic!) чопса кайре. Пробежал через деревню. IЬ. 632. Пĕр ача, пирĕн ялти, çак хота исе килчĕ. Юрк. Хăйсем ялĕ çыннисем, incolae vici eorum. IЬ. Карачăмне курсанах, хăйсем ялĕ çыннисем, пурте ун майлă пулса, ăна кала пуçлаççĕ... Ст. Айб. Ял йытти ял енеллех вĕрет, теççĕ. Деревенская собака лает в сторону той же деревни, откуда она. (Послов.). Сред. Юм. Ялти яшка яклашка, килти яшка тĕклешке, тесе, çын панче çинĕ апат тутлă пик туйăнать, килти тутлă мар пик туйăнать, тессине калаççĕ. Регули 1269. Ял сирен (чит. серен) воншар çын тăратрĕç. С каждой деревни представили по десяти человек. IЬ. 655. Порте кусам пирĕн ялтан. Все эти из нашей деревни. Ильм. Ют ялта. В чужой деревне. Ала 89. Как ашшĕ тухса каять ял çине çӳреме, килте унăн арĕмĕ ачисене хĕнеме тытăнать. Как только отец уйдет куда-нибудь («по деревне»), жена его начинает бить детей. Мусирма. † Ял-ял витĕр килтĕмер пуян çын ампар çуттипе. Альш. Ял хĕрĕсем касси-кассипе пĕр 14―19 хĕр пуçтарăнаççĕ те, канаш туса, сăра лартма тăваççĕ. Деревенские девушки, собираясь по 14—19 человек с каждой улицы, совещаются и решают варить пиво. IЬ. Ял сутне кĕмеççĕ. Не занимаются пересудами. Сред. Юм. Ял тăрăх, по деревне, по деревням. Кильд. Ашшĕ вăл вăхăтра ял çинче старостăра е правленинче сутиере çӳренĕ. Ее отец в то время был деревенским старостой или правленским судьей. IЬ. Çăтăк (тряпье) пуçтарма ял тăрăх кайрĕç. N. Мĕншĕн пĕр маях ял тăрăх чупатăн-ши? Конст. чăваш. Вăл кукка патне илсе каякан çын эпĕ пурăнакан Шмалак ялĕ кĕрӳшĕ пулать. Тот, который ведет нас к дяде, приходится зятем человеку из села Шемалакова, где я проживаю. || Общество. А. П. Прокоп. † Ятăм лайăх, тесе, ан мухтан, лайăх ятă тăре-юлĕ ял çине. Не хвались своим добрым именем, твое доброе имя останется в деревне. Ой-к. † Ялăм-йышăм ял пултăр, кӳршĕм-кӳппĕм кĕр пултăр. Сред. Юм. Ял çине ят кайтăр, кота йĕм йолтăр. (Так говорят, когда предпринимается что-нибудь важное). N. Яла ярса çĕнĕпе туса уйăр. Сдать (землю) в общество и разделить ее по-новому. N. Ытти ялсем, унтан уйăрăлса кайса, хăйсем ял пулнă. Другие селения, отделившись от того селения, образовали свои общества. || Происходящий из деревни. Эсĕ хăш ял? Ты из какой деревни? Ку та пирĕн ялах (или: ялсемех). Этот тоже из нашей деревни. Эп ку ял мар. Юрк. Çавсем ялех тепĕрне чиперех вĕрентрĕм. Из той же деревни, я обучил другого как следует. Чуратч. Ку арăм хăйсен ялех пулнă. Эта женщина оказалась из их же деревни.

ялсам

ялсем, происходящий(-ие) из (такой-то) деревни или села. К.-Кушки. Эсĕ хăш ялсем? (у др. эсĕ хăш ял?). IЬ. Эсир хăш ялсем (у др. эсир хăш ял?). Ib. Эпир çак ялсемех. IЬ. Эпĕ çак ялсемех. Регули 1327. Çав пирĕн ял (ялсам). Ку ой пирĕн ялсен. Тот из нашей деревни. Это поле нашей деревни («наших деревенских»). ЧС. Пирĕн ялсем луç тытни. Как ловили наши деревенские лося. Б. Олг. Яш ача, Еххим ятлă, вăлсам ялĕсемех (из их же деревни). Чăв. й. пур. 36. Сан патна пирĕн ялсем Яхуть юмăçа килĕ. К тебе придет поворожить наш деревенский (по имени) Яхуть. Регули 1328. Ку çын пирĕн ялсам. Этот человек из нашей деревни. БАБ. Çав киреметсем пирĕн ялтан тарни çинчен пирĕн ялсем ак епле калаçаççĕ: тăват-пилĕк çул пулĕ, тет, ĕнтĕ, ĕлĕк пирĕн ялсем пĕр çын Пулат киремечĕ çинче суха сухаланă, тет. О том, как оставили эти киремети нашу деревню, наши деревенские говорят так. Года 4 или 5 тому назад, один наш деревенский пахал на том месте, где находится Пулатова киреметь. Ала 64. † Кинçĕм те лайăх (çавă пур); ялĕсем (ее деревенские) илмерĕç хурласа, эпир илетпĕр мухтаса. Кан. 1927, № 207. Вĕлерекенĕ çав ялсемех П. А. пулнă.

ялан

всегда, постоянно, все время. Юрк. Ялан пĕр манирлĕ тăрса. Б. Ялан ăспа çӳресен, ялти ватă ятламасть. Если постоянно ходить с умом, то никогда не будут бранить деревенские старики. Сала. † Çак хуçанăн хăни мĕншĕн шавлать? ― Ялан пылпала эрех ĕçнĕрен. Почему гости этого хозяина шумят? — Потому что все время пьют водку с медом. Регули 1536. Вăл ĕлĕк ялан онта çӳрет-чĕ. Раньше он постоянно туда ходил. КС. Ялан çияла тухса пырать. Все время берет верх (в споре). Изамб. Т. Сана миçе каланă: тапак ап турт, тесе; эсĕ ялан туртатăн. Сколько раз говорили тебе: «не кури табак», а ты все (время) куришь. Утар. Ĕнесене яланах вара йăтса тăратрăмăр (поднимали), тăраймарĕç пурте (не могли вставать, от болезни). || Всё (т. е. все время). N. Илмелле те, ялан манап. Надо взять, но я все забываю; все каждый раз забываю. Орау. Ялан ĕçкелесе çӳреймĕн çав ĕнтĕ. Не всё же будешь пьянствовать. Юрк. Пупĕ, вăтанса, хăни умĕнче намăслă пуласшăн пулмасăр (пулас маршăн), ялан ыйтасса анчах пĕлет: манăн балыка кӳрсе парăр, тет. || В песнях иногда употребляется только для заполнения стиха. Макс. Чăв. К. I, 68. Ах, аттеçĕм, аттеçĕм, ялан ырă аттеçĕм! N. † Аттеçĕм, аттеçĕм, ялан ырă аттеçĕм! Альш. † Ăйхусем килсен, вырт та çывăр, ялан тăрăх саккăн тăршшĕне. А. П. Прокоп. † Хучĕсем шурă, çыру хура, ялан писсăр-тияк аллинче. Мусир. † Çуллен хăта килменнине кăçал хăта килчĕ те, ялан парас, терĕр пуль. Сала. † Ухрăм çӳлĕ ту çине, ялан мерчен суйларăм. Хыпар № 36, 1906. Удельныйĕн хыçĕнче ялан удел капанĕ. || Иногда служит для выражения недостающего многократного вида глаголов.

ялман

назв. какого-то дикого животного Н. Седяк. Ялман — кайăк; çĕр шăтăкĕнче пурăнать, (шурă) питĕ шеп пулать; ăна никам та тытаймасть, ал туйипе персе, амантса анчах тытаççĕ; çак енлĕкĕн (кайăкăн) хӳрине тин çуралнă тихана амăш чĕччине ĕмеччен (хыпаччен) хыптарсан, вара лаша ялман пек шеп пулать, теççĕ. N. Ялман тирне сӳсе сутаççĕ. Хура, кушак пек, хирте шăтăкра пурăнать.

ялт

(jалт), подр. быстрому движенню. Сред. Юм. Пуçне ялт çĕклесе пăхрĕ. Моментально поднял голову и посмотрел. Макс. Чăв. К. I, 50. Йывăç çулçи ялт (сразу, быстро) ӳкнĕ. Тогаево. Онтан пӳрт кĕтессине ялт çĕклерĕ, тет те, вĕлт анчах тохса карĕ, тет. Турх. Вĕçен-кайăк йăвинчен парт вĕçнĕ (быстро вспорхнула) чух, утă çулакан хăй пуçне ялт çĕклет. Ала 103°. Хорăн тăрăнчи хор хорчкки; хорсам çине ялт (быстро поднимая голову) карăнать (тянется). Т. VII. Паçăр çинĕ чухне (когда он ел) янаххи ялт-ялт сикеччĕ (быстро двигались челюсти). Букв. 1904. Хайхи шăнса хыта пуçланă çыннăн чĕри ялтах сикет. Ст. Яха-к. Ялт-ялт ― движение хлеба на иголке в гадании. См. уткăнтар. || Подр. бросанию, отшвыриванию. Орау. Кучикне: ялт! утса ярать (откидывает). БАБ. Лаша ун çинчен, ута (сено) ялт сирсе ячĕ, тет (отшвырнула). || Подр. скачку. Магн. Яш ачасам ялт та ялт (скачут), сарай алăк шолт, шолт, шолт! Якейк. Каская çапса лартнă савăл ялт сиксе тоххăþ. Ч.К. Ман тиха сасартăк темĕрен хăрарĕ те, кутне: ялт! сиктерчĕ те, мана çат! тутарса хăварчĕ. Урмай. Çак сумахсене илтсен, анчăк çури ялт анчах тухса сикрĕ, тет, вăрманалла. Сорм-Вар. Кусса пынă çĕртрех пĕр шăтăка ялт! сикрĕ, тет (клубок). Альш. Вăл качака пек ялт-кăна сиксе каçнă (перепрыгнул). N. Савăннă хăй, ялт! ялт! сиксе çӳрет. Ашшĕ-амăшне. Лисахви ялтах сиксе кайса (вздрогнув), ăна хирĕç: аван пурăнатăп-ха! тенĕ. ЙОН. Амăш атан пуснă чух, урам урлă ялт та ялт, çампа тӳшек çук пулнă. Ашшĕ така пуснă чух, урам урлă йăлт та йăлт, çампа тăлăп сук пулнă. || Подр. отрывистому движению пламени. Сред. Юм. Пошар пит вăйлă пȏлас, вăт çути контанах ялт-ялт туса корнать. Тим.-к. Янасал ялт-ялт, кураскил (чит. Ураскилт) хат-хат. (Çиçĕмпе аçа). Орау. Насусне уçланă чухне, вут çулăмĕ вучахĕнчен уçланă майĕпе ялт, ялт, ялт! туса тухать. Когда качают насосом, то пламя в очаге то вспыхивает, то погасает. IЬ. Çиçем çиçрĕ те, ялтах (jалдах) çутатса ячĕ (сразу осветило). См. МКП 10, 11, 48, 49.

ямăшкă

(jамы̆шкы̆), то же, что ямшăк. V. S. Ямăшкă, ямщик. N. Ямăшка кĕтĕм, поступил в правленские ямщики или к участковому фельдшеру или доктору (на земский счет). Торп-к. Ямăшки утне пушăпа çаппăрĕ, тет, çак ачайăн ашшĕ тохса ӳкрĕ, тет те, касакне кӳлсе карĕç, тет. Собр. † Улпучĕсем урхамах кӳлеççĕ, ямăшкисем пăхса тăраççĕ.

янах

(jанах), подбородок; челюсть. П.У. Янах, подбородок. N. Вара питĕ пысăк ĕçкĕ турĕç, пылпа сăра ĕçтерчĕç. Янах тăрăх йохрĕ, тотана кĕмерĕ. Потом устроили большой пир, угощали медом и пивом. По подбородку текло, в рот не попало. Хăр. Паль. 31. Куççулли пек янах айнелле шуса анать. || Т. И. Матв. Янах сиктерме кил! (= çиме кил). Ст. Чек. Кăштă-кăна янахна кăшла-ха (= ĕçмесĕр тăр). || Косяк. Питушк. Чӳрече янахĕ, алăк янахĕ. Толст. Алăк янахĕ, дверной косяк. Изамб. Т. Чӳрече, алăк янаххисене лартсан... Вставив оконные и дверные косяки... М.Д. Унтан (птичка) чӳрече янаххи çине пырса юрлат, тет. Аппăшĕ: çак кайăк ман тăван пулсан, алăк янаххи çинех пырса юрлатăр, терĕ, тет. || Порог. М. П. Петр. Янах — порог. || Набилки, деревянная рама для берда (хĕç). Н. Карм.

янăр

(jаны̆р), звучать. Тюрл. См. янăра. Ч.С. Çавăн чух пĕтĕм ял ачасен сассипе янăрса-çеç тăрат. В то время вся деревня бывает полна звона от молодых голосов. IЬ. Лашасĕм хытă пынăран аслă çул янăрса-çех тăрать. || Янш.-Норв. † Кĕлетĕ умне янăрса тăракан кашта çак, янра кашта çине чăпар куккук илентĕр. Чув. сборн. 49°. Сылтăм хăлха янăрсан, ырă хыпар илтессе, теççĕ. Если звенит в правом ухе, то, говорят, это к доброй вести.

янра

то же, что янăра. || Звонко звучащий. Янш.-Норв. † Урлă кĕлет умне янра кашта çак; янра кашта çине чăпар куккук илентĕр.

яп

подр. хватанию. См. МКП 20. М.-Яуш. Çав вăхăтра, пăрçа çине тăмана пычĕ, тет; старик çак тăманана яп! ярса тыт тăрĕ, тет те, калат, тет. М. Челл. Иван япшăнса пычĕ те, çакна яп! ярса тытрĕ, тет.

япала

(jабала), вещь; предмет; дело. Чтен. по пчел. №. 17. Ăвăс ытти япаласем тунă çĕре те каять, тата япала кĕлеткисем-мĕнсем (фигуры, изображения) тăваççĕ. Орау. Япала тыт та явала! (Бессмысленное изречение; говорится от нечего делать.) Юрк. Япалана пас вăйлă тытсан, ăшă пулат. Если на предметах сильный иней, то будет тепло. КС. Унтан халĕ аната куçарчĕ пӳртне, урăх япалана куçарман халь. Чхĕйп. Çĕр çине мĕн чул шăтнă япала (всё, что...) хĕвел, çăмăр, сылăм, çил — çак тăват япала тăрăх усă кӳрсе тăраççĕ. Шурăм-п. № 19. Çĕнĕ уйăх курсан, ура айĕнчи япалана çывăрма выртнă чуне пуç айне хумалла. Вара тĕлĕкре мен-те-пулин курăнать, тет. Регули 97. Эп она парассине япала (надо: парас япалана) кăтартса. Ib. 1266. Япалан пăхса парăп. Ib. 864. Онтан исе килнĕ япалана (япаласене) порне те кайлах еççе пар. Ib. 675. Вăл япаласене, туса пĕтернисене, киле исе килес; тунă япалисене киле исе килес. Орау. Хă вăн çук япала çав ĕнт çав; темиçе çынтан ыйтсан та, пĕри памарĕç; мĕнле алăпăр-ха ĕнт? Если у тебя не имеется вещи, то всегда бывает так. К скольким людям ни обращался, ни один не дал; как уж будем подсеивать? Хыпар № 22, 1906. Кайран, пĕр ирхине, Питĕре пырса çитрĕмĕр. Чейсем ĕçкелерĕмĕр-те, япаламăр пеккисене илсе, хайхи двореца шырама тухса кайрăмăр. Юрк. Пĕре те çапла балыка кӳртсе парăр, тесе, ыйтат иккĕ те ыйтат. Балыка, килте çук япалана, арăмĕ мар, никам та пырса лартакан çук. СТИК. Хай пирĕн япала ăнмарĕ пулас! У нас видно с тобой дело-то не выгорело (не удалось). Сред. Юм. Килтисĕне систермесĕр çынна япала пуçĕпех пара-пара яракан çынна: япала кăларать, теççĕ. N. Кил-хе конта, япала парăп сана. Иди-ка сюда, я тебя угощу («дам одну вещь», т. е. изобью). || Существо. Ч.С. Хай ніçта сиен-мĕн туман япалана кăкарса, асаплантарса тытнăран, луç мана çавăнпа ытла та шелĕн туйăнчĕ. Орау. Шатун, пушан япала, часах ывăнать (о лошади). N. Ĕлĕк пĕрне, пахча çаратма кайсан, тытнă, тет те, питĕ хытă хĕненĕ, тет. Çак япала, киле таврăнсан, хăй тĕлĕшшĕн калаçса выртать, тет: хырăмна пула çурăму тем курĕ çав, тесе выртать, тет, ыратнипе. Как-то давно, одного, попавшегося в саду в воровстве яблоков, здорово побили. Он, возвратившись домой, улегся в постель и разговаривает сам с собою: «Ради брюха, говорит, не знаю что потерпит спина!». Юрк. Ку çапла çăкăра тăпрапа тусан çинчен сĕтĕрсе илнине ăнсăртран пуп курат та, тытăнат кăна ятлама: итле-халĕ, ухмах япала, çăкăра, çапла иртĕнсе, тусан çинче çĕмĕрсе çӳреççи-мĕн? Ст. Чек. Мана хай япала (из это существо) ятпа чĕне пуçларĕ. Панклеи. Мĕн пор чонлă япаласанчен... (из живых существ). || Материя (ткань). Изамб. Т. Тата пасар япали илсе халат (поддевку) çĕлетеççĕ. || Приданное (у девушки). Абыз. † Тавай пире япала урапа кашти авăначчен. Пизип. † Икĕ тур лаши, ай, туртара, икĕ тур лаши, ай, туртара; шур япали урăпа çинче, сакăр сурăх, ай, саранче. Ала 8°. Эпир ăна çавах качча памасăр усрас çук, анчах хĕрин япали çук. || Вещество и пр. О сохр. здор. Чăх-чĕппи çăмарта ăшĕнчен тухать те, вара çăмартанăн хуппи анчах тăрса юлать. Çăмартари япаласем пĕтĕмпех пĕтеççĕ. || Товар. Чăв. й. пур. 22°. Хăй япалапа сутă тăваччĕ. Сам он торговал. Юрк. Ку япалушăн мĕн хак ыйтатăн? Что просишь за эту вещь? || Во мн. ч.—имущество, пожитки. К.-Кушки. Выçлăхра пĕтĕм япалисене сутса пĕтернĕ. || Говорят про пищу. НТЧ. Манăн нимĕн çимелли япала та пулмарĕ. У меня не случилось при себе ничего съестного. || Иногда не переводится. Беседа чув. 11. Мĕн çĕнĕ япала пур? Что есть нового? || Причина. О сохр. здор. Тĕрлĕ чир тĕрлĕ япаларан пулать. Разные болезни бывают от различных причин. || Необыкновенная вещь, диковина. Завражн. Ак япала! Какая штука-то! (Говорят, когда услышат нечто удивительное). Альш. Акă япала! Кунта мăкшăсем те пур иккен! Вот так штука! Оказывается, здесь есть и мордва! || Penis. Курм. † Пирĕн Яккувăн япали молкач пичи япали пак анчах. || Яд, отрава. Хыпар № 44, 1906. Колымскра иккĕмĕш çул пурăннă чухне, вăл япала ĕçсе вилме тапратрĕ, анчах ăна сиссе çăлчĕç. || Вредная вещь. Злой дух. Ст. Чек. Эй турă, тĕрлĕ япаларан (подразумевают «тĕрлĕ усалтан») хăтар пире. Хыпар № 29, 1906. Айван чура сапах доктор патне кайма пĕлмест: япаларан мар-ши? тесе юмăçа каять. || Нередко получает обобщающее значение. Панклеи. Сирн ку холара пăр хăрăк хорăн тонкати-япала пор-и? У вас есть в этом городе какой-нибудь сухой березовый пень? Якейк. Эп онтан кашнинчех иртсе çӳретĕп, анчах çын-япала кормастăп. Я там каждый раз прохожу, но никаких людей не встречаю. КС. Хула-япалана каяс пулсассăн... Если придется поехать в город и т. п. Хыпар № 2, 1906. Эрех-япала суйланă чухне (при выборах) ан пултăр. || С афф. притяж. 2-го и 3-го гл. ставится в некоторых чувашизмах. Ч.С. Пыраттăм ĕнтĕ, сасартăк хам умрах темĕскер хуп-хура тăнă пек туйĕнчĕ те ман çан-çурăм çӳçенсе кайрĕ. Лашу-япалу (куда тебе тут и лошадь и всё!...)! каялла чупа патăм. N. Пирĕн ват асатте — кăшăлу-япалу!.. киле пăрахса тавăрăннă, тет. Орау. Мун-куну-япалу... вĕççĕрĕ! Пролетела (твоя) пасха. Чув. тексты № 2, 513. Пасара карни? — Карăм. Мĕн илтĕн? — Пăрçа илтĕм. — Ак телей! — Телейи-япали (какое тут счастье!); кĕпер урлă каçрăм та, тăкăнчĕ-карĕ. — Акă сиян!—Сияни-япали (какой там убыток!)! тепĕр кунне кайса пăхрăм та, тӳшек пек выртать... || Иногда заменяет афф. -скер или же ставится вместе с ним; при этом речь иногда получает иронический оттенок. Демид. Икĕшĕ те мимо ярса курман япаласем пулнă. Оба они никогда не стреляли мимо цели. Уфим. Пирĕн чăвашсен хăтараканĕ ватман япала. Хĕрлĕ Урал. Пĕччен япала (будучи одна), шырама часах тухайман. Юрк. Чи аслă ывăлĕ, Митукĕ, наянтарах япала, ĕçе пит çемçе çын пулнă. N. Пит вăтанакан япала эпĕ. Я очень стеснительный человек. N. Пит намăслă япала тата. Орау. Раштавччен тухмалла япала, Мункунччен те тухмарĕ (напр. книга). КС. Вара мана халиччен ĕненмен япалана ĕнентерчĕç (заставили поверить в то, во что...); çын кураймасăр котун туса панă, терĕçĕ (испортил животных кто-то). Орау. Çамрăк япала, нумай кирлим ăна? — тата тепĕр-ик стаккан ĕçсенех, вилмелле (относительно выпивки). Ib. Хай, ӳссĕр япала, çулне-йĕрне паллайман. А он, пьяный, не мог определить дороги. Юрк. Пирĕн ăспа пулсан «Пулăхар» каçичĕ те, çĕнĕ япаласкер чăвашсенĕн кăмăлне пит килме кирлĕ-чĕ. Ib. Чăваш хĕрĕ пит таса япала, вăйлăскер, арçын вырăнне ĕçлесе çӳренĕ. Чувашская девушка, очень здоровая и сильная, работала за мужика. Йӳç. такăнт. 33. Эй, кум! Пĕрле ӳснĕ япала, халь те пĕрле пурăнар! Изамб. Т. Тӳрленсе çитмен япала тепле тăранĕ вара? Орау. Паян пĕр авăн çапрăмăр та, хĕллехи япала, тырри чĕрĕлсе кĕрет вăн; çулана çитмест çав вăл авăн тавраш, ун чух авăн та кирлĕ мар — хлупут çук. Ib. Кĕр-куннехи япала, сĕткен типнĕскер, сĕвĕнмест вăн пушăчĕ. Альш. Унтан вара пурама пуçланă япалана пăстармарĕ (так как здание уже начали рубить). || Часто переводится местоимениями нечто, что-нибудь, ничто и др. Ч.С. Анчах ал-валли çиекенсем пурте, ача ятне асăнса, япала (что-нибудь) хураççĕ (на зубок). N. Аллăна япала-мĕн тăрăнчим апла? Ты наткнул чем-нибудь руку? Ашшĕ-амăшне. Атте, япала (что-нибудь)-мĕн кирлĕ мар-и сана? Т. Исаев. Пĕр-пĕр япала пулсан. Если что-нибудь случится (неприятное). N. Мана çиме япалăр çук-ши? Т. Григорьева. Япала илнĕ чух çынтан ыйтмасăр ан ил, теççĕ. Когда хочешь взять у кого-нибудь что-либо, то не бери, не спрося, без разрешенья. (Послов.) Хыпар № 12, 1906. Э-э-эх! тетĕп. Ку чăвашăн пĕр япалине пăхса та савăнма çук иккен, тетĕп. Юрк. Хайхи Митук пĕр япаласăр тăрса юлнă (остался ни с чем). Череп. Япала тухмас. Толку не будет. Макка 202. Унти вутсене (огни) пĕр япала хăвармиччен сӳнтереççĕ. Альш. Япала пĕр хуйхăсăр пулмас, теççĕ. Ничто не дается без заботы. Юрк. Çак уйăхра, пушă вăхăтра, пĕр япала çырса ярашшăн. В этом месяце, в свободное время, хотелось бы написать одну вещь и послать ее. Макка 202. Вăл мăн чӳк тунă çĕре пĕр ялтан пилĕк çын хăвараççĕ, вĕсем вара çĕрле, мĕн-мĕн япала курăннине пăхса, сыхласа тăраççĕ. О сохр. здор. Мĕшĕн макăрнине пĕлсе, таврашне тӳрлетĕр те, япала ыратнипе макăрмасть пулсан... N. Япала ыратат, ыратман япала çук. Все тело болит. Тет. Вăл мана пĕр-пĕр япалу сикмен-и? (не свихнул-ли что?), тесе ыйтрĕ. Упа 589. Аккасем каларĕç: япала ыратмари? терĕç. Эпĕ: пăртак ура ыратрĕ (ушиб ногу) те, урăх ним те ыратмарĕ, терĕм. О сохр. здор. Унăн (у ребенка) пĕр япала (что-нибудь) ыратмасан, вăл нихçан та макăрмасть. Альш. Унтан чарăнаççĕ (перестают петь) те, çавăнтах пĕр-пĕр япалалла-мĕнле выляса илеççĕ хĕрсемпе каччăсем. См. епеле.

яр

(jар), пустить, отпустить, допустить, отпустить, упустить, выпустить, распустить, пустить в ход, класть. См. ер. К.-Кушки. Кашкăра сурăхсем хушшине яр-ха! Курăн вара, пĕр сурăхă та картăнта юлмĕ. Пусти-ка волка к овцам, останешься без овец. Чураль-к. † Çакă ялăн хĕрĕсем ним парса та ямаççĕ (не допускают). Беседа чув. 15. Хăшĕ шыва кĕреччĕç, хăшĕ пĕчĕкçĕ кимĕ туса яраччĕç. Мижула. Пĕр урамра темиçе пĕве пĕвелеççĕ; малтанхин пĕви толсан, ярать те, кайрисен пĕвисене татса каять. К.-Кушки. Эс мĕшĕн сахăр ярса ĕçместĕн? Почему ты не пьешь (чай) внакладку? М. Тув. † Хĕрĕх пуспа алă пусне алран ярас килимаçть (не хочется выпустить из рук). Орау. Хĕресе çакăнталла ярас пуль (п. на грудь), тек çурăма ыраттарса çӳрет (о нашейном кресте). Тяпт. Çав карапран пир ячĕç, тет (спустили холст). Толст. Эпĕ патиене пусса ятăм, анса ил-ха. Я упустила бадью в колодец, слезь и возьми. Яргуньк. Хайхи çын, вилнĕ çынна илсе, Сăра (т. е. Сăрра, в реку Суру) яма карĕ, тет. М. Васильев № 34. Вара ялти çынсем, тертленсе, она сакайĕнчен сĕтĕрсе кăларса, пĕр тарăн çырма хĕрĕнчи ват хорама котне кайса янă (пустили к корню старого вяза). Орау. Пĕр хĕр кепи аркине тавăрнă та, аялалла пăхса тăраччĕ. Мана курчĕ те, лăштах ячĕ, — вăтанчĕ, курнать. Юрк. Ĕнер эсĕ ман çине пит нумай сивĕ ярсаттăн (напустил холоду); курăсăн, авă паян та кăмакасем çумĕнче ăшăнаймастăп! Орау. Ача тунă та, ачине пĕвене янă. Родила ребенка и пустила его в пруд (т. е. утопила). Пазух. Курки калать: тыт, тесе, сăри калать: ĕç, тесе; сăрине янă хăмлисем те, килнĕ мĕн-çке хăнисем. П. Сунар. † Хора пиншак йӳле ятăмăр (нараспашку), ăна мĕшĕн йӳле ятăмăр, кĕрен кĕпе курăнмашкăн. К.-Кушки. Кĕпе çухине ярса çӳрет (не застегивает). Абыз. Нарт, нарт кăвакал Атăл варинче, ик çунатне шарт, шарт çапать, Атăл хĕрне хум ярать. Пуçтарнăр, ачасем, ман пата. (Чан çапни). N. Чей çине яраççĕ. Пускают в чай. Чаду-к. Пирĕн ялсам пĕр çын вăрмана лаша яма кайнă (чтобы пустить пастись). N. † Хамăр тăван янă чух, çитеймерĕм чыспала. К.-Кушки. Çунийĕ кайман, ăна вĕсем тăххăрĕш те нимпе те ярайман (не могли заставить двигаться, катиться). Т. М. Матв. Атăл тĕпне ахах ятăм. (Хурана тăвар яни). Сред. Юм. Çăвартан тытса янă-и мĕн сана? Насильно, что ли, тебе в рот влили? (Говорят пьяным людям). Якейк. Янă-яманах сӳнсе ларать (лучина в самоваре). Абыз. Кантăк витĕр ĕс (надо: йĕс) кĕвенте янă. (Хĕвел пăхни). N. Яшка çине яма сухан та пур. Ч.К. † Ытса, ытса памасан (пуян инке), турă ятăр каялла (т. е. пусть ее богатство уменьшится). Ч.П. Халат кăсйи тарăн мар, мăйăр яма (класть) пит аван. Юрк. Мана И.И. ярасса ячĕ те, сире те ярĕ, темĕн çав. Меня-то И.И. отпустил, но едва ли только он отпустит вас. Чăв. й. пур. 36°. Акă епле, вăл выхăта эсĕ малтан икĕ хăлаç алт, унтан вара пĕр çын тупса яр; çын тупса ярсан, вара укçана ăлавĕпех: тие, тенĕ. Синьял. † Куçăма ятăм ирĕке, сар ачасем суйлама. Пустила глаза на свободу — выбирать красивых парней. Бугурусл. Эпĕ хăранипе (со страха) лашасене сиккипе ятăм (пустил вскачь). Яргуньк. Первый Иван вĕчĕ (= вĕрчĕ), тит (пустил струю воздуха) те, ултă çухрăм ячĕ, тит; кайран ĕçлен вĕчĕ, тит те, виçĕ çухрăм ячĕ, тит. Вара тапратрĕç, тит (драться). Ib. † Вăйăран вăйя çӳрерĕм, хам савнине ямарăм. Ходил по хороводам, но не упустил своей любимой. || Прибавлять. С. Дув. † Ĕнте вăрман кашлать, вăрман кашлать, туратран турата ярасшăн. || Попускать. Ст. Шаймурз. Турă ямасан (если не попустит), тăшман. çĕнтереймест. || Сбывать с рук (плохой товар и т. п.). М. Яуш. Эпĕ сан тавара яма пĕлетĕп (могу сбыть, спустить с рук). N. Пĕрне лартса хăвартăм, нимпе те яримастăм вăл çитмĕл пуса. Одного надул, а то никак не мог сбыть с рук этот двугривенный. N. Усал укçана аран-аран ятăм. Фальшивую монету насилу сплавил. || Забивать. Çакăнтан тепĕр пăта ямала (забить гвоздь), вара тăн-тăн (крепко) пулать. || Повесить. Альш. Хăлхине ярать хăшĕ арçын та хăлхалки (серьги). N. Эс сар шерепи яни-ха? Халь яма мар, шерепине те çыхса пĕтермен. N. Хĕрсем çула тĕр тăвнă чух, пĕри ыйтать: эсĕ сар шерепи яни-ха? Якейк. (Хĕр) пилĕкнех порçăн хырмоли çыхать, кот хыçне сарă çакать: хӳре вырнне ленттĕсем яраççĕ; çорăм хыçне мăйăран ялав çакаççĕ. (Хĕр-арăм юсав). || Отделывать, украшать. Шаймурз. † Хура шаль туттăрăн ярапине чистă пурçăн ярса тултартăм. Якейк. † Ăшне кĕмĕл янă, тет, толне порçăн тортнă, тет. (О бочке). Ст. Яха-к. Ун чухне лаша таврашĕ пушăт, курăс мар, пуринĕн те чĕн хăмăтсем, шуçпа янă чĕн кутлăхсем. || Распустить (слух и т. п.). N. Ят яр, распустить дурную славу, молву. Ст. Шаймурз. † Ай-уй, савнă тусăм, хура куçăм, ятна яла ярса (распустив про себя дурную славу), эс култартăн. Сред. Юм. Ху ятна ху ярса çӳрен. Свое имя порочишь. || Дать волю (языку). Сред. Юм. Чĕлхене ытла пит янă-çке вара эсĕ. (Говорят тому, кто говорит другим обидные слова). || Стрелять. N. Эпĕ ун чух патруль-ччĕ, хулара çӳреттĕм; хаярăн кăшкăра-кăшкăра аран чартăм войскана: пĕр-маях яраççĕ (стреляют). || Ударить. Орау. Чутах ярать-чĕ чукмарпа. Дубиною чуть не хватил. || Расстегивать, расстегнуть, отцепить, распутать. Упа 719. Эпĕ çĕлĕке хыврăм, тӳммесене ятăм. Я снял шапку и расстегнулся. Толст. Çав çаклатнине (крючек у двери) ярас тесе, сикрĕ-сикрĕ, тет, ку, ниепле çитсе яраймарĕ, тет (никак не мог отдеть). || Пустить (в общее пользование). Хыпар № 31—2, 1906. Эпир çĕре нихăçан та яла ярса (пустив в общее пользование), çĕнĕпе туса уйăрман. || Удлинять. Ст. Чек. Унта кĕпесене урăхларах çелеççĕ, аркисене вăрăмрах яраççĕ (подол пускают длиннее). || Позволять, допускать. Юрк. Шыв ăсма ямаççĕ. Не позволяют брать воды (из своего колодца). О сохр. здор. Çын скарлатинапа чирлесессĕн, унăн пырĕ çăтма ями ыратакан пулать. Яжутк. Хуçи патшаран ыйтать, тет: мана япала сутма яратри-ха? тесе, каларĕ, тет. || Проводить (дорогу, электричество). Чув. календ. 1911. Халĕ электричествана пĕр вырăнтан тепĕр вырăна темиçе çухрăма яма пултараççĕ. Теперь электричество проводят с одного места на другое на много верст. Разум. Аслă çула Куснар çĕрĕ витĕр ямалла тунă. Сделал так (добился того), что дорога должна была пройти по земле селения Коснар. || Прислать, послать. Псалм. 106,20. Вăл хăй сăмахне янă (послал), вĕсене сыватнă. Сала 36. Ирхине ирех Емелене арăмĕ кĕреçе панă та, çырма (канаву) тума янă. || Отправлять. Якейк. Вăл Чол-Холая паршăпа нумай тырă янă. Он отправил в Нижний на баржах много хлеба. || Сваливать на другого (т. е. указывать на недостатки и др.). Альш. Малтан хĕрне тӳррех калассине ялĕ çине яра-яра калаççĕ; унтан кайран-кайран тӳррех хĕрĕ ятне каласах та юрлаççĕ. || Проигрывать (в деньги, в игре). Петĕр виç тенкĕ картла выляса янă. Петр проиграл в карты 3 рубля. || Тратить? Сред. Юм. || Продолжить, продлить. Якейк. Эпĕр теçеттина ир пуçларăмăр та, каçчен ямарăмăр, каçхи апатчен пĕтертемĕр (сжали до ужина). Хыпар № 9, 1906. Çапла пĕр куна та ямарĕç (даже дня не проработали), кĕпере йăлт туса пĕтерчĕç. || Завести (часы; так у многих); пустить в ход (машину и пр.). К.-Кушки. Чассие ятăм та, сĕтеле хутăм. Я завел часы и положил их в стол. Ib. Паян армана янă иккен (пустили в ход). || Возложить; налагать. Хыпар № 42, 1906. Налогсене чиновниксем ямалла мар, халăх суйланă депутатсем ямалла тăвĕç. Янтик. У укçана (тулăка, т. е. долг) халь ĕнтĕ халăх çине янă, хăй татайман пирки. Этот его долг возложили на общество, так как он сам уплатить не мог. || Лить. СТИК. Стаккана (витрене) шыв яр (налить воды). Пирĕн ял 1929, № 16, 4. Çав эрехе пĕр çĕре ярсан, кимĕсемпе ишсе çӳремелли кӳлĕ пулать вĕт. || Лить (о сильном дожде). Никит. Эп витререн янă пек, çăмăр ятăр. Пусть польет дождь так, как я лью из (этого) ведра. Трхбл. Çумăр ячĕ (или: çумăра ячĕ). Дождь пошел (внезапно). || Лить (свечи). Собр. Çăвăнчен (из того сала) çурта ятăм та, çанталăкĕпе сарăлчĕ. || Насыпать. N. Тăпра янă чухне малтан, йывăçа лартиччен, шăтăк тĕпне çерем кассине хуран. N. Ултă виçе урпа яр. N. Эп хутаççине тытса тăтăм, вăл тыррине ярса тăчĕ. || Заставить пройти (болезнь)? Случать. Ст. Чек. Янă кĕсре (то же, что кустарнă). К.-Кушки. Ĕнер хура ăйрăпа янă (çӳретнĕ). Вчера случали вороного жеребца. || Городить (забор). Тим.-к. † Çичĕ хут сапур ямарĕç. || Уничтожить. Сир. Усал кăмăл çĕтĕк-çатăк тăхăннинчен ытла (более) илеме ярать. || Счистить (грязь и пр.). О сохр. здор. Вĕсем, хăйсен ӳчĕсенчен кирĕксене лайăххăн яма-сăрах, кĕпи-йĕмне тăхăнса яраççĕ. || Стирать (резинкой). Янтик. || Выпивать. Никит. Пĕр Иван анчах эрех ĕçмен, ыттисем янă (пили). || Ходить (в карточной игре). Сред. Юм. Яр мана. Ходи ко мне (в игре в карты). || Пуститься во что. Альш. Пырсанах, хваттир хуçине пуççапаççĕ хĕрĕсем; яраççĕ унтан ташша (пускаются в пляс). Абаш. Майралла яр! (говорят женщине). Пляши по-русски! Альш. Хапхаран тухнă-тухманах ярать пурте юрра. N. Акă лашисем ячĕç, тет, ташша. Вот лошади пустились в пляс. СТИК. Ват çын пек юрра ятăн ĕнтĕ! Пазух. Икĕ сар хĕр кăмăлне вăрăм çула кайрăмăр, орган купăс куртăмăр, тăрса ташша ятăмăр. || Ăйха ячĕ вăл! Здорово спал. || Употребляется в качестве вспомог. гл. Ч.П. Ешĕл юман касса ятăм, яр хĕррине ӳкертĕм. Ib. Аслă урама тухрăм юрла ятăм (без намерения, почти неожиданно для самого себя), тăшмансен чĕрисене çура ятăм. Альш. † Çамрăках та кăмăлпа кулса яр: манăнах та кăмăлма уçса яр. Альш. Çураçрăмăр, килĕшрĕмĕр те, Элшелĕнченех илсе ятăм эпĕ хĕр. О брачной жизни. Качча илнĕ хĕре хăйсем патĕнчен хăваласа ярса, ăна намăса яраççĕ, пăрахăçа кăларса яраççĕ. Хыпар № 29, 1906. Халĕ пирĕн хăш чухне çумăр та çăвать, анчах, кăшт хĕвел пăхсанах, типĕтсе ярать. Календ. 1904. Унтан, çынна вырса çӳресе, хăйĕнне çил тăкса ярать. Беседа чув. 17. Пурте аллисенче çутнă çуртасем тытса: Христос вильĕмĕнчен чĕрĕлнĕ, тесе, юрласа ярасса хытă кĕтсе тăраççĕ. Юрк. Исправник хăне валли çырса тăмашкăн пĕр тиек тытса ярат. Чуратч. Куртăн-и? тесе, кăшкăрса ячĕ, тет! Хыпар № 16, 1906. Тутар çинчен мана ялти çынсем ак çапла каласа ячĕç. Скотолеч. 26. Унтан шăнасем ларса варласран тикĕт сĕрсе ярас пулать (на зашитую рану). Юрк. Акă пире çырăва вĕрентсе вырăс туса янни! Вот что значит научить нас грамоте и сделать (через это) русскими! N. Ачăна ялан апла хĕнесен, ухмаха кăларса ярăн. Хыпар № 31―2, 1906. Тата чăнах та хăвна-хăв нихăçан та çынна таптаттарса яма юрамасть. Сред. Юм. Тотăр парса яна. [Если родители соглашаются выдать дочь замуж, то тому, кто сватает, дают «тȏтăр» (не платок)]. Сала. Арăмĕ пачăшкăран часрах ултă çĕр тенкĕ илнĕ те, Ивана парса янă. Юрк. Пăхăсăн, начар эрехне çапла урайне сапса ярса, çак начар эрехпе сут тăвакан çынна нимĕнпе айăплама пулса тăнă. В. Тим. † Ытам тулли памасан, ывăтайса ярап, тет. Хыпар № 29, 1906. Вăхăт-вăхăт урапа сасси илтĕнет, е автан авăтса ярать. Б. Яныши. Учĕ сикрĕ те, малти урапи (колеса) перевос çине кĕрчĕ, кайрине йăтса ярмалла (= ямалла) пулчĕ. Скотолеч. 4. Вăл (лошадь) апатне çисе янă-и, яман-и? çавна пăхас пулать. Кн. для чт. 4. Çулпа иртсе пынă чух, хӳме çумĕнче хутаç çакса янă старике курнă. Ядр. Евангелиенĕн корректурине парса яр ман пата, ăна часрах пусма парса ямалла. НАК. Вăл çапла каласассăн, эпĕ: ку хура-кĕсрери киреметĕç пулчĕ ĕнтĕ, пĕтерет ку мана, тесе, аран: кă-кă-кăвакал, тесе ятăм (насилу выговорил). Альш. Вĕрӳçĕ карчăк килте çук; пырса (парса?) ярăттăм, укçи çук. Чураль-к. Пĕр майрана пăхăп та, йĕрĕп-ярăп. (Сухан). N. † Ларма килнĕ (приехавших гостить) хĕрсене, чупса тухса, чуп-ту-яр.

ярса ил

хватать, хвататься за..., захватывать, охватить, обхватить; ухватиться за что. К.-Кушки. Ирхине тăрат та, çăкăр ярса илет. Как встанет, так и за кусок. Юрк. Вучĕ кĕлет çинчен, улăмпа витнĕ хуралтăсем тăрăх, ытти хуралтăсене те яра-яра илет (захватывает одну за другой и прочие постройки). Чăв. й. пур. 33. Çавсем калаççа тăнă чух, пĕри штав эреххе ярса илнĕ те (схватил), тухса кайнă. Ау 8. Эсĕ вара ăна нăхтупа мăйĕнчен ярса ил те (захвати за шею), ан яр. Сир. Ярса ил (унтан). Б. Яныши. Çеркей çаваран ярса илчĕ те (схватился за косу), аллине касрĕ-пăрахрĕ. М. Шигаево. Кашкăр пытеке (= путеке) çиленнĕ те, пытеке ярса илнĕ те, вăрмана ятса кайнă. || Об огне. Ч.С. Вут чĕлхи (заклинание от пожара) пĕлекен çын виçĕ хут çаврăнсан (кругом пожара): тивнĕ килĕсенчен урăх килле ярса илмĕ, çак пилĕк килĕ анчах çунса пĕтĕ, терĕ. Истор. Çав вăхăтрах Успенский собора та вут ярса илнĕ. N. Ачан кĕпине çулăм ярса илнĕ. М. Ăнтавăш. Асту, кĕпӳне вут ан ярса илтĕр (как бы не загорелась). Ядр. Мана вут ярса илчĕ. N. Ăна йĕри-таврашĕпех вут ярса илтĕр. || Прохватить (о холоде). О сохр. здор. 96. Тула тумтир тăхăнмасăр тухсан, сивĕ ăна часах ярса илет. || «Продернуть» (мимоходом). Орау. Старик паян Хĕлипе те ярса илчĕ. Старик сегодня заговорил и о Филиппе, и пробрал его (заочно). || Захватывать (богатство). Орау. Таçтан та ярса илĕ-ччĕ; тĕнчипех çавăрса илсен те, тăранас çук (о жадном). Зацепить. Букв. 20, 1908. Кушак Хураçкана сăмсинчен ячĕ-илчĕ.

ярса пĕтер

проиграть. Хурамал. Купăс калаканни малтан хăйин укçине салтака ярса пĕтерчĕ, тет (проиграл). || Запустить. Чуратч. Çăл пури ярса пĕтерсен, çак ачана çавăнта антарса ячĕ, тет.

ярас

(jарас), стройный. К.-Кушки. Б. Бур. † Сарă-сарă кăрилтса сат умĕнче килĕшет; ярас пӳлĕ сарă ача çак вăйăра килĕшет.

ярпай

шириться, расти в ширь? Альш. † Çак самана йывăр килнипе ярăнса, ярпайса ӳсме çук. В одном варианте той же песни читаем (Альш.): çав самана йывар килнипе яранса, ярпарса (описка) ӳсме çук. П. Пинер. † Пирĕн пек çамăрăк ачасене пĕр ярпайса ӳсме ирĕк çук. || Ходить попусту. Сред. Юм. Õнта ним тума та каймалли çȏк хăйĕн, ярпайса çӳрет çанта (ходит попусту).

ярт

(jарт), подр. короткому прямому движению. СТИК. Çап-çутă пăр çинче ура ярт шуса карĕ (скользнула быстро и коротко) те, лап персе антăм. СТИК. Лашана пушăпа шарт çапрăм та, ярт шăрса (короткою струею) ячĕ. IЬ. Ярт юхса тухрĕ (брызнула одна струя). || Подр. прямизне (первоначально — подр. яркой линии). Альш. Унтан тата тепĕри ял урлă пĕр хĕрринчен тепĕр хĕрринех ярт тӳрĕ тухса каят (тăкăрлăк). N. Ял урамĕ ярт выртат (= тӳп-тӳрĕ), куç çути тӳрех ӳкет. N. Вăрманта пручак ярт выртать(пăхсассăн). IЬ. Ярт тăсăлса выртнă. Во всю длину растянулся. КС. Ура ярт шуса карĕ (короткое движение). IЬ. Ана тăрăх ярт тăрăшпех (по всей длине) отса тохрăм та, пȏр çĕрти те пĕр пик аван ырашĕ. Микушк. Тата хапха урлă пиçиххи ывăтаççĕ, камăн яртах (прямо) чăсăлса выртăть, çавă вилет, теççĕ. (Гаданье). Хурамал. Ярт! чăсăлса çывăрать (урисене чăсса çывăрать). СТИК. Çĕлен ярт тăсăлса выртнă (тӳп-тӳрĕ тăсăлса выртат; выражает не звук, а прямоту предмета). || Подр. ясному выделению. Лашман. † Пирĕн савни таçтан палла, ушкăн халăх çинче ярт тăрать. Бугульм. † Шинлă урапа йĕрсем таçтан паллă, ăслă çулсем çинче ярт выртать. Пирĕн тăвансем таçтан паллă, ушкăн халăх çинче ярт тăрать. || Подр. широкой рыси. Собр. Хура лаша ярт, ярт, икĕ турти шарт, шарт. (Шыв юхни). || Метаф. N. † Пирĕн ялăн ачисем урам тăрăх ярт, ярт, ярт! (бегают, шляются). || Подр. поносу. || Беспрерывно. Сред. Юм. Çак ачапчасĕмпе тĕпĕртетсе, никçан та (постоянно) ларса ярт (в д. Беляевой — яр-уççăн) ĕçлемелле мар вит. Возясь (валандаясь) с этой ребятней, никогда не поработаешь без перерыва, без помехи. || Одиночкой, без других предметов вокруг себя. М. П. Петр. Ярт пӳрт анчах ларать, урăх нимĕн те çук.

ясар

(jазар), распутство, блуд; распутный, блудливый (в половом отношении); страстный, похотливый. Йӳç. такăнт. 24. Кăçта сан ачусем, е? Кăçта кайнă вĕсем? Ясара кайни-мĕн? Чăв. к. † Ял (надо ял-ял?) хĕре ясарта, пирĕн ял хĕрĕ вăйăра. Девки другой деревни в разврате, а девушки нашей деревни в хороводе. Шорк. Ясар, говорят про человека слабого в одном известном отношении. N. Ясар каччă, развратный парень. Атмал-к. † Çак(ă) ялăн пасарлăх, пасарлăх мар, ясарлăх, ясар пуçĕ (главные развратницы) хĕрсем пур. N. † Ясар хĕре ял савать, ял савать те, чун савмасть. Развратных девушек любит деревня, но их не принимает (не любит) сердце. Альш. Ясара чупат, развратничает (о мужчинах и женщинах). Алик. † Пĕчĕк ура сыракан тĕпсĕр ясар пулатĕ. Кто обувает маленькие (изящные) лапти, та бывает невозможной развратницей. Шурăм-п. № 6. Ай матка, хам матка! Мĕшĕн ӳсĕр пултăн эс, мĕшĕн ясар пултăн эс? Ай жена, моя жена! Зачем ты стала пьяной, зачем ты стала развратной? Ала 29°. † Пирĕн те атти ясар мар, пирĕн те апи (scr. аппи) ясар мар; эпир камран пулнă-ши? — аптрамала-памала! Кр. Чет. † Ялти хĕр пек ясар мар, килти хĕр пек капăр (scr. капар) мар. Пазух. Чăкăра вăйă вылять-çке, ясар хĕрсем хӳтшăнмасть. Орау. † Ялта ясар пĕтмесĕр, мулча ăшши ан пĕттĕр. Пока не выведутся в деревне распутные девки, пусть остается пар (жар) в бане. Айдар. † Пирĕн (имя жениха) калатчĕ: ясар хĕре курсассăн, курас килмест, тет-чĕ. Синьял. † Яш чух ясар кам пулмасть, Иван пекки кам пулать? — сапур сӳтсе кĕрекен, çилам тытса ...акан. Хора-к. † Тавай пăхас, хĕр пăхас, ора шăхăр (чипер) сырнине, çамка хĕрри кăтрине, тоти хĕрри çӳхине, ялта çокне ясарне, çав та полать перн арăм. Кĕвĕсем. Чăн-чăн ясар хĕр иккен, питне писев сĕрнĕ иккен. Оказывается она (девушка) кокетница, накрасила себе щеки. || О глазах. Ч.П. Йăлтăр-йăлтăр ясар куç. Альш. Вăл калаçнинченех паллă, ясар çын пулмалла вăл, унăн куçĕмех ясар куç, куçĕнчен те палăрать. || Ст. Чек. Ясар, блудодей. || О животных. Ясар — блядливый (качака). || В. Олг. † Çак пӳрт хыççĕн отма çол, отма çол мар, ясар çол, ясар пуçĕ Орина! Могонин. Çапла хĕр мĕлле курвăпа, ясарпа ача тăвать, ачи те вара кӳрвăпа ясара шыраса çӳрет. Ч.П. Пирĕн ялта ясар çук. В. Олг. † Çакă ялăн хĕрĕсем перĕн яла пырашшăн торра така парнă, тет; така шӳрпи пиçиччен ясар косма (блудить) кайнă, тет; ясар чопса киличчен, шӳрпи типсе ларнă, тет.

ят

(jат), имя; название. Менча. Когда у чуваш родится ребенок, то, еще раньше, чем крестить его (шыва кӳртиччен), ему, заодно с бабушками-повитухами (эпи-карчăк), нарекают имя. Если не наречь имени, то это считается нехорошим, так как иначе имя ему наречет чорт (шуйттан). Как только наступит время родить, бабы приводят повитух, и тотчас по рождении дают ребенку имя. Если родится ребенок мужеского пола, то иного нарекают Упа, иного Юманкка, иного Тăхти, а иного Сатай. Все эти имена даются с суеверным соображением. Упа называют затем, чтобы ребенок был здоров как медведь и не болел; Юманкка — чтобы он был крепким и коренастым как дуб и не хворал; Тăхти ― чтобы он был живуч и чтобы племя его множилось и не вымирало; Сатай ― чтобы род его плодился и не исчезал. Что касается девочек, то некоторых из них называют Хĕрпик, других Силпик, иных Эрнук и Тунюк (scr. Тунӳк). Хĕрпик — название не суеверное; родилась девочка, ну и говорят: давай назовем ее Хĕрпик; имя Силпик ― дается с суеверным соображением (ăрăмласа хуни): дескать, Силпик будет жить в почете (сил) и уважении (чис). Эрнук называют тех, которые родятся в пятницу (эрне-кун), а Тунюк (scr. Тунӳк) — родившихся в понедельник (тунти-кун). Ача ят хуни. Тĕне кĕмен чăвашсем, çамрăк ача çуралсассăн, ача ят хума ни пуп патне, ни мулла патне каймаççĕ. Вĕсем (некрещ. чуваши) ача ятне ватă стариксем, ватă карчăксем, эпи-карчăксем, хурăнташсене, ратнисене пухса, хăйсем пĕлнĕ пек, ача мĕн кун çуралнă, çав кун ячĕпе е çав кун ячĕ евĕрлĕ ятпа, пĕр-пĕр святой ятне асăнса тунă праздник тĕлĕнче çуралнă пулсан, ачине те çавăн ячĕпе ят параççĕ. Ывăл ача пулсан, ак çапла хураççĕ: ачи шăмат-кун çуралнă пулсассăн, Шăмак ятлă хураççĕ; вырăсерни кун çуралнă пулсассăн, Вырăстай ятлă, Ванюк (чит. Ванюк) ятлă хураççĕ; тунтикун çуралнă пулсассăн, Тутирек ятлă, Тутиер ятлă, Тăхтаман ятлă хураççĕ. Хĕр ача çуралсассăн, унăн ятне те арçын ачинни пекех хураççĕ. Улăштарсан та, сайра улăштараççĕ. IЬ. Некрещеные чуваши, когда родится ребенок, не ходят, чтобы наречь ему имя, ни к попу, ни к мулле. Чтобы наречь имя ребенку, они созывают старых стариков и старых старух, повитух, родственников и сродников, и нарекают имя ребенку, как умеют сами — или по имени того дня, когда ребенок родился, или именем, подобным имени этого дня; а если он родится около праздника в честь какого-либо святого, то — по имени этого святого. Если родится мальчик, то нарекают так: если ребенок родился в субботу, то Шăмак; если родился в воскресенье (вырăс-эрни кун) — Вырăстай или Ванюк; если родился в понедельник, то Тутирек, Тутиер или Тăхтаман. Если родится девочка, то ее имя нарекают подобно имени мальчика. Если и меняют, то редко. Кроме того имени, они некоторых нарекают по имени родителей, родственников или рода (тата вĕсем хăшин-хăшин ятне ашшĕ-амăш ячĕ, хурăнташ-ăру ячĕ майлă эл йăх ячĕпе хураççĕ). Имена детям своим они нарекают (хураççĕ) тогда, когда вздумают. М. Рус. Ĕлĕкхи чăвашсем ачисĕм пурăнмантан хĕр-ачасене вĕçен-кайăк ячĕпе, ывăл ачасене ураллă кайăк ячĕпе ят хунă. Макка 212. Вăл ача ятне кун ячĕпе шыраса тупаççĕ; кун мĕн ятли пулать, ăна та çавăн майлăрах хураççĕ. Çапла пĕр кун ятне илер-ха: эрне-кун хĕр пулсан, Эрнепи ятлă хураççĕ; ытлари-кун пусан, Утлаш ятлă хураççĕ. Альш. «Имена часто даются в виде соображения относительно зажиточности: если человек с не очень нравящимся чувашам именем живет славно — тихо, зажиточно, смышленно, то это имя дается многим на селе». Т. М. Матв. Ятне хуман ача макăра пулать. (Япалана килĕшмесĕр илсе кайсан, тавар хуçи хаклă ыйтма пултарать, е ĕçе малтан килĕшмесĕр ĕçлесен, ĕçлекенни хаклăрах илесшĕн, ĕçлеттерекенни йӳнрех парасшăн — çак сăмаха çавăн чухне калаççĕ). Якейк. Пĕчĕк ачасам кошаксене, сорăхсене, пăрусене ят параççĕ. Пĕр ятпах хăш чохне сорăха та, пăрăва та кошака та чĕнеççĕ. Кĕтерин, Маркка, Веркка ятлă хораççĕ. Лашапа йăтăсен те хăш чохне пĕр ят полать, напр., Мальччăк ятлă йăтă та пор, лаша та пор. Суждение. Турă, рая пырсассăн, вĕсене ятран каласа чĕннĕ (звал по именам). Псалт. 146,4. Вăл вĕçĕмсĕр нумай çăлтăрсенĕн хисепне те пĕлсе тăрать, вĕсене пурне те ятран пĕлет. Мар. Егип. Зосима çав хăйне нихăçан та курман, нихăçан та пĕлмен арăм ятран чĕннине илтсессĕн, пит тĕлĕннĕ. Е. Ятран чĕне-чĕне кăлар. Альш. Чăвашсем ятран каламаççĕ. Ашшĕ-мĕн ячĕпе чĕнсессĕн, чăваш çиленет. Ашшĕ-амăшĕ ятлă çынна ячĕнчен чĕнмеççĕ: атте ятли, анне ятли теççĕ. Хăй ятлине аташ теççĕ. Пуринчен ытла кăна хĕр-арăмсем çапла тăваççĕ. Псалт. 108,21. Эй турăçăм, турăçăм, эсĕ маншăн хăвăн ятна тивĕçлине ту. Якейк. Аланмасăр порнатпăр, ватă ятне илтетпĕр (нас обзывают стариками). Посл. 179,11. Вăл сире хăвăра чĕнсе илнĕ ята тивĕçлĕ çынсем тутăр. Шурăм-п. № 21. Хăй ĕçсе пурăнать пулсан та, чăваш ятне унăн пек пăсмалла мар. Сала 50°. † Кĕмĕл çĕрĕ, ахах куç, — унăн ятне кам пĕлмест? Что сокращ. жизнь. Рай пурăнăçĕ-çех пурăнăç ятне илтме тивĕçлĕ. Макка 110. † Чунăмăр тӳрă аллинче, ятăмăр патша умĕнче, пĕвĕмĕр ырă çын умĕнче, шухăшăмăр атте-анне умĕнче. Сир. 41. Ухмах темесĕр мĕн ят парас ăна? Альш. Хальхи чăвашсем пайтахăшне мĕне кĕлтунине те пĕлмеççĕ, тет, ятне-кăна, пĕр пĕлмесĕр, калаççĕ тет. Собр. 339. † Пĕвĕр илемлĕ, сăнăр хитре, кам хунă-ши сирĕн ятă-ра? || Очередь по отбыванию воинской повинности. Б. Олг. Каþан, пичин салтак ячĕ тохсан (был объявлен рекрутом), пичин ик хĕр-ача пор-ччĕ. См. ят пар. || Назначение. Юрк. Укçа пулсан, пуштăпа яр. Анчах укçăна хам ятпа ан яр. Будут деньги, пошли почтой. Только не посылай на мое имя. N. Пĕр письмо (= çыру) янă-ччĕ сан ятпа. Одно письмо на твое имя было послано. || В выражении ячĕпе «от имени»... Хыпар № 9, 1906. Вĕсем кĕпĕрне ячĕпе суйласа яма 50 çын хушшинчен 8-9 çын-кăна суйласа ямалла. IЬ. № 8. Пирĕн те пĕтĕм чăваш халăхĕ ячĕпе пуху тума пулмĕ-ши? тетĕп эпĕ. || Цель. Хыпар № 46, 1906. Закона уççа парас ячĕпе Сенат çĕнĕ закон кăларчĕ. || Доброе имя, честь. Ч.П. Леш кассенĕн хĕрĕсем ашшĕ ятне ямалăх. Альш. † Атте-анне ятне лайăх тытсан, пире лайăх çынсем чис парĕç. Собр. 173°. † Атте-анне ячĕпе патшасем чĕнеççĕ хăнана. Янш.-Норв. † Аттем-аннем ячĕпе ырă çынсем чĕнеççĕ хăнана. С. Алг. † Ман туй килет шавласа, атте-анне ячĕпе. || Хорошая или плохая слава, молва. Ст. Чек. Ячĕ пысăк ĕнтĕ. Он уже прославился (в хорошем смысле). Альш. † Маттур-маттур хĕрсене ячĕпелен шыраççĕ. Якейк. † Çварни çони шуç котлă; шуçĕ йолать йор çине, ят сарăлать ял çине (слава идет по деревне). N. Ырă ят илт, выслушать (себе) похвалу, добрую славу. К.-Кушки. Пуян ячĕ çĕклесе, виçĕ пуспа ан виртле. Славясь богачем, не дразни тремя копейками. Ч.П. Ятăра пăсĕ. Ала 103°. † Ĕçес-çияс хуçаран, ыр ят тăвас хăнаран. Альш. Пурăнать вара салтак арăмĕ хуняшшĕ-хунямăшĕ аллинче; вĕсем ырă пулсан, ырă ят илтсе, вĕсем усал пулсан, усал ят илтсе. N. Халăха тытса тăракан каланă сăмахĕсем тăрăх ăслă çын ячĕ илет. N. Хаяр ята кӳрт. Сделать предметом осуждения. Бижб. † Чаплă хĕрĕн чап каят, начар хĕрĕн ят каят, тет. Юрк. † Çичĕ çул ямшăк çӳрерĕм, ямшăк ятне кăлараймарăм, çичĕ пушă аври хуçмарăм. Макка 36. Çак хамăр кас ачисем ят кăларма хăтланчĕç (хотели распустить дурную славу). IЬ. 173°. † Çинçе пӳме ӳстертĕм ятма ял çине ямарăм. IЬ. † 107°. Ялсем çинче ан мухтанăр, ятăр юлĕ ял çине. Лашман. † Çăпатана пăрахса, атă тăхăнтăм, пуснă йĕрсенчен вут тухтăр. Вучĕсем пĕр тухчăр, чулĕсем путчăр, матур йĕкĕт çинчен ят тухтăр. Сир. Ху çинчен элекçĕ ячĕ ан кăлар. Не приобретай славы клеветника. . Ик чĕлхелĕ çын çинчен яланах усал ят каять. || Брань, выговор. N. Хаяр ята кĕр. Подвергаться дерзкой брани. N. † Çамрăк пуççе чармасан, ваттисене ят тивет. Пус. Сĕм вăрманта вăрăм йывăç, çил тимесĕр пĕр кун лармĕ. (Салтака ят тивни). Сала 196°. Сулахай хулха янрасан, ят илтет. N. Лашисене хупмаççĕ, вăррисене хаяр ят; хĕрĕсене чармаççĕ — каччисене хаяр ят. Сятра. † Ах, пире ват ятлать! Ват çын ятне пăхсассăн, эпĕ пасара та тохас çок. Юрк. † Пĕр хĕр ясар пулсассăн, пур хĕр çине ят килет. Ала 89. Ача-пăча ятран-патакран пит хăрать. Дети очень боятся брани и побоев. Якейк. Мана порнма пит йăвăр: кашнă конах ят илтеп (слышу брань). Орау. Капла туса ят илтиччен, эпĕ луччă тепĕр çĕрте сăмахсăр пĕр пуссăр хырăма тăранмалла ĕçлем. Ч.П. Çавна тытса чуп-тусан, çамрăксене ят тивет (побранят). || Молва. БАБ. Ял çине ят карĕ, халăх çине хахать карĕ (из «такмак»; слух, молва). || Звание. Панклеи. Кăна илес мар, мĕн пуçлăх ятне илтес! Если этого не взять, то зачем и начальником называться! (Слова солдата. Сказка № 16.). Сир. 68. Тепĕр тус пур, тус ятне-кăна илсе тăрать. || Сословие. Хыпар № 13, 1906. Смоленск уясĕнче 32 çынтан — 18 дворян, 5 çын урăх ятран, 9 çын хура халăхран. || Для проформы. Ст. Чек. Çумăр ятне-кăна çăват. Только слава, что дождик (т. е. еле-еле накрапывает и т. п.). Хыпар № 42, 1906. Улпутсем вăл ĕçе панă укçана кĕсьене чикеççĕ. Ĕçĕн ятне анчах тăваççĕ. Календ. 1904. Хыт сухана пит кăйран тухаççĕ, иккĕмĕш хутне çавăнтах тăваççĕ, тата иккĕмĕш хутне ятне-кăна (анчах) тăваççĕ. Орау. Мур çĕвĕçи (этот чорт портной, этот негодный портной) сăхмана пăсса хăварчĕ. Майтансем (майданские) вăсем путлĕ çĕлеççĕ-и? ятне анчах туса çӳреççĕ вĕт! СТИК. Ятран-кăна тукаласа тунă. Сделано кое-как. . Ятран-кăна (ахальрен-кăна) шаккакаласа хунă. Кое-как сколочено. Иваново. Ачасĕм, эсир кунта вĕренсе тухрăр... Ячĕ-çеç ан пултăр; мĕн вĕреннине ан манăр, киле ан юлăр, епле-те-пуса ытти çĕре кайма тăрăшăр. Сред. Юм. Аптратнă мана текех: туса пар, тесе; ячĕ пȏлтăр, тесе, туса патăм. || Нарочитая цель, назначение. Иногда имеет оттенок послелога. Панклеи. Йăван хĕпĕртесе: килях, пичи, килях! тет. Ăсса тох-ха, арăм, пичи ячĕпе, тет.Макка 212. Леш укçине ачин ячĕпе каласа хураççĕ. Те деньги кладут в честь новорожденного. Аку 121°. Турăпа патша ячĕшĕн (ради или во славу). Шурăм-п. № 14. Мана та праçник ячĕпе (для праздника) ĕçтересшĕн. || Надельная душа. Ст. Ганьк. † Ял ялĕнче хĕр нумай, хĕр нумай та, ят сахал. Хамăр ялта хĕр сахал, пĕрне те мана памаççĕ. . † Хĕр сахал та, ят нумай, хăçан ӳссе çитĕç-ши? Изамб. Т. Ятран куланай пухаççĕ (по душам). О сохр. здор. 57. Пĕр ик-виç вĕлле пулсан, вĕсем (пчелы) пĕр ятăн çулталăк куланайне татмалăх ĕçлесе параççĕ. Макка 235°. Ялпа пĕрле çынсанчен ят тăрăх укçа илеççĕ те, çав укçапа вара пĕр тиха или лаша илеççĕ. Альш. Тырă пулманнипе, ят сахаллипе юхха ере пуçланă вăл (он). Бес. о земл. Кашни пусса анана уйăрса, ятăн (по душам) валеçе пуçланă. N. Ятран (с души) куланай тӳлесси. Нюш-к. Ятпа уйăр, ятпа уйăрнă. Истор. Куланая ун чух çын тăрăх (ятран) тӳлемен, çĕр хисепĕпе тӳленĕ. Н. Шинкус. Вăл ӳчӳкне пирĕн ялсем пĕр вăкăр, пĕр тына, виçĕ сурăх параççĕ. Ӳчӳк çывăхара пуçласан, çав выльăх-чĕрлĕхсене илмешкĕн, тата кĕрпеçăнăх илмешкĕн, ят тăрăх мĕн чулшар-та-пусан укçа пухаççĕ. (Аслă ӳчӳк). Истор. Вăл, вырăс çĕрне хăйĕн çыннисене ярса, тепĕр хут ят хисеплеттернĕ. || Надел (земли) на душу или на едока. Цив. Манăн ят çĕрне те аттесем ĕçлесе порăнаççĕ. Мой надел земли обрабатывают мои домашние. Орау. Эсĕ мĕлле (или: мĕн) тăвашшăн: ятна парас-и, ай анан памалла-и? — çавна шут тума киле кил. Как ты хочешь сделать: сдать ли твой душевой надел с условием, чтобы исполнялись все повинности (арендатором), или сдавать в аренду позагонно (на год)? Приезжай решить этот вопрос. N. Çак вырсарни-кун ятне парассине нимĕн те калаçмарĕç. В минувшее воскресенье относительно сдачи земли в аренду ничего не говорили. N. Эсĕ пĕр ятпала та пит пуян. Ты и с одним душевым наделом живешь богато. Юрк. Ана-çарансене ят çинчисене-кăна мар, тара та иле пуçлат. Не довольствуется надельными полевыми угодьями и лугами, а начинает и арендовать. . Миките Микулайĕ, ачисем ята кĕриччен (пока дети не получили надела), çапла пит тертленсе пурăнат. . Миките Микулайне йышлă çемьепе, пĕр ят çинчи ани-çаранĕсемпе-кăна (с одним душевым наделом) тăранса пурăнма пит йывăр пулнă. Шурăм-п. № 18. Виçĕм-çул, халăх çĕр уйăрнă чухне, ята кĕресшĕн хыпаланчĕç (спешили получить надел земли). Изамб. Т. Старик ячĕ тухсан, тепле пурăнăпăр вара. Если надел моего умершего мужа отберут в общество, то как мы будем жить? Альш. Пур унта хăшĕ-хăшĕ, унтан-кунтан ят пуçтарнисем: çирĕмшер-вăтăршар ятлă. . Утă Чăнлă улăхĕнче ят пайне пĕр виç купа тивет, теççĕ, Элшелсен, утă пулнă çулсенче. «Ят пайĕ утă» тиекенни, унти утă, чăн лайăх утă вăл. Ч.С. Ятлă çынсем кашни килĕрен ят тăрăх çăмартапа çăкăр пуçтарса çӳреççĕ. (Во время «хĕр-аки»). Чув. календ. 1910. Пирĕн хура халăх йышлăланнă-çемĕн йышлăланса пырать, çавăнпа ят çĕрĕ сахалланнă-çемĕн сахалланса пырать. || Подушное. Изванк. Темиçе ят пама пар. Увеличь число мужчин в семье. (Из моленья).

ята кĕр

получить надел земли. Орау. Ку ривисре çĕнĕрен икĕ çĕр ят хутшăннă; пирĕн ачисем çак ривисре тин ята кĕчĕç. В эту ревизию вновь прибавилось 200 душ; наши дети лишь в эту ревизию получили надел земли. КС. Ята кĕр ― быть приписанным в общество. Нюш-к. Ята кĕрсе вилчĕ. Умер после того, как получил надел земли. || Бесславить себя. Орау. Мĕншĕн ку ача кунĕ-кунĕпе ăрам тăрăх ята кĕрсе çӳрет-ши, мĕншĕн чипер çӳремест-ши?

ятне

нарочито. Сред. Юм. Ко сăкман сана ятнех вара; хупа виçсе çĕлетсен те, кон пик лайăх çыпăçса тăмĕ. Сам. 6. Ялти ватă-яшсене пухăнса вуламашкăн та ятнех вара ку сăвăсем. Баран. 129. Хырă икеллине, е чăршă икеллине татса илет те, йывăç хуппи çурăкне персе чикет, е икеллине чикме ятне чавса шăтăк тăвать. || В качестве послелога: для (кого), ради (кого). Сир. 56. Ывăлĕнчен вăл курайман тăшман ятне хирĕç тавăракан хăварать, тус-йыш ятне тав кӳрекен хăварать. Оп. иссл. чув. синт. I, 516. Çак вырăна пирĕн аттемĕрсем парне кӳрес ятне туман, парне çунтарса кӳрес ятне те туман, сирĕнпе пирĕн хушшăмăрта, пирĕн ывăлăмăрсем хушшинче астумалăх паллă пултăр, тесе, тунă, тийĕпĕр. Отцы наши, скажем мы, сделали этот жертвенник не для всесожжения и не для жертвы, но чтобы это было свидетелем между нами и вами и между сынами нашими.

ятарла

(jадарла), то же, что ятар. Ч.П. Ятарласа килтĕм çак киле, ытарса тухаймасăр, каç турăм. Хурамал. Ятарласа (решительно) тытăнсан, ĕç пулать, теççĕ. Если решительно примешься, то сделаешь дело. Панклеи. Эпĕ ятарласа Шемертене, кам вăрланине пĕлес тесе, йомăçа каþăм. Якейк. Йори, ятарласа корас тесех килтĕм (с целью увидать). Ст. Чек. Ятарласа кай (нарочито). . Акка патне ятарласах хăнана карăм. IЬ. Е мĕн тумланан? Ятарласа хăнана каймастăн-ха! Зап. ВНО. Ятарласах кайман; ятарласа çӳремен. IЬ. Хĕрĕ хавас пулмасан, ятарласа каяс çук. Сёт-к. † Ялăм-йышăм янтал пак-чĕ; ятарласа çӳрес чох (когда было нужно гулять во всю), салтак турĕç, мĕн тăвас! ЙОН. Ялăм-йышăм янтар пак; ятарласа çӳремерĕм, салтак туса ячĕç. Якейк. † Ялăм-йăшăм янтал пак; ятарласа çӳримарăм, ялтăн-йăшран уйăрăлтăм. || Ятарласа, серьезно (говорить).

ятлă-шывлă

именитый; слывущий за... Сред. Юм. Ятлă-шывлă пуян çын, ху çак çăтăк (= çĕтĕк) сăкманпа çӳрен; сан пик пȏлсан, эп постав халатпа-çиç çӳрем. Fontes 178°. † Ял-ял урлă килтĕмĕр ятлă-шывлă хĕр кӳме. Сред. Юм. Ятлă-шывлă вĕреннĕ çын эсĕ, õкçа шõтне пĕлместĕн! Ты человек ученый, а счета деньгам не знаешь! СПВВ. МА. Ятлă-шывлă сĕтлĕ пăтă, иçмалин сĕтне те пулин сахал янă! Только слава, что молочная каша, а совсем и молока-то мало!

яхăн

(jаhы̆н), близко, около (тат.). Употребл. и в склонении. У. Эсĕ ăна ху яхăнна ан çывхарт. Ты его не подпускай близко к себе. Ч.С. Эпĕ çамрăк чух чăнахах, вĕсем вĕрентнĕ тăрăх, киремет яхĕнне (= яхăнне) пыма та пит хăраттăм. Ходар. Сысна таврашне (свиней) унта яхăна та ямаççĕ (и близко не подпускают). Ст. Чек. Яхăнне те ямаст = çывăха та ямасть. Сред. Юм. Тытнă аллине çĕçĕ те: яхăна ан килĕр, тесе, сȏлласа-çиç тăрать ȏ çĕçĕпе; кăçта çын пытăр ȏн патне! БАБ. Яхăнĕнче (около киремети) выльăх тавраш хĕнесен, выльăх та вилеччĕ, тет. N. Пумилкке туса ирттеричченех вилнĕ çын, масарта вырăнаçмасăр, хăй пурăннă çурт яхĕнче (вм. яхăнĕнче) пурăнат. Хăр. Паль. 42. Хăшĕсем вершука яхăнарах. Некоторые приблизительно до одного вершка. Янш.-Норв. Ăна чӳклеме (для моления ему) вăл пуçтарнă укçапала пĕр виç кĕрепенке яхăн (около трех фунтов; у друг. виçĕ кĕрепенккене яхăн) пасар кулаçĕ илет. N. Пĕр виçĕ пин çынна яхăн. Приблизительно около трех тысяч человек. Н. Шинкус. Хай чикан кĕлетре çур сыснана яхăн какай çаканса тăнине курах карĕ. Б. Яныши. Пиртен пĕр çухрăма яхăнра пĕчик вăрман пур. N. Укçа икĕ çĕр тенке яхăн ытлашши пулнă. Денег оказалось почти на 200 рублей больше. Ст. Яха-к. Пирĕн хĕлле кĕрекен чиркӳве пилĕк çĕр çын (у др. çынна) яхăн кĕрет. || Употребл. и в временном значении. Макка 65. Пирĕн ял пуçланни çĕр аллă çула яхăнах ĕнтĕ. М. Сунчел. Вара çапла эрнене яхăн ĕçеççĕ (около недели). Юрк. Ăна ху та пĕлетĕнтĕр (вероятно, знаешь), вăл унта пĕр-ик çула яхăн пурăннă çын. Перев. Эпĕ пĕр вунă çулта яхăп-чĕ. Мне было около десяти лет. Шурăм-п. № 4. Ире яхăн (близко к утру) çил тухать. РЖС. 2. Пĕр çур сехете яхăнтан каллах хĕвел пăха пуçланă, çанталăк ĕлĕкхи пекех тӳрленнĕ. || В чувашизмах. Истор. Киеври халăх Владимиртен пуçне урăх никама та яхăна та яман (о других претендентах и слышать не хотел). О сохр. здор. Шыв ĕçнĕ чух карланкине шăнăр туртакан пулать, кайран вара шыв ĕçме яхăна та ямасть (о бешеном). СТИК. Ун яхăнне те пырас килмес. Не хочется и близко к нему подойти. . Çавă сана укçа пачи? ― Яхăнта та çук (и не думает). Сред. Юм. Эп: иксĕмĕр каяр-ха терĕм ȏна та, ȏ яхăн та каяс çõк вит. . Мана тыр виçнĕ çĕре яхăна та ямарĕ, хăй-çиç виçрĕ. СПВВ. Х. Манăн яхăн та тăрас килмест — нисколько. Сред. Юм. Яхăн та ан кала. Ни за что не говори. Ядр.Эпĕ çулла нумай çывăрма вĕреннĕскер, манăн ыйхаран яхăн та тăрас килмеçт, анчах ирĕксĕр тăрас пулать. Хĕвел, № 1. Пирĕн чăваш, вĕренсе, пысăк çынна тухсассăн, мăн-кăмăлланса каять. Чăвашсем çине яхăнта та пăхасшăн мар. Орау. Яхăнне те итлемеçт. «Не слушает ни за что». Макка 123°. Вăл хушнине тумашкăн яхăнне те итлемен (и не думал слушаться). || СТИК. Пухаççĕ, пухаççĕ, тет (ягоды), хĕрĕсен (у девушек) пуракĕсем тулма яхăнта та çук (далеко до краев), ывăл ачин пуракĕ тӳпеми тулса кайнă. || Недавнее, близкое время. Ч.С. Ĕлĕк ут та кустараччĕç (во время «сĕрен»), тет те, ку яхăнта пăрахăç тунă. Альш. Халĕ тата, çак яхăнсенче, тырă пулманнипе, ят сахаллипе юхха ере пуçланă вăл (он стал беднеть). См. яхăнта, яхăнччен.

яхăналла

в направлении к (такому-то) времени. Н. Шинкус. Чăнахах (действительно) ку какай (мясо) çак яхăналла (в настоящее время) темĕскер (что-то) тутсăрланчĕ (стало безвкусным). П.П.Т. Хĕвел анас яхналлă (около заката солнца) пĕчĕккисем çерçи пек хыпалана (торопиться) пуçлаççĕ; вĕсем: çĕрле, тĕттĕм пулаччен, чикке кайса килес-чĕ, теççĕ. (Сĕрен).

яшлан

созреть (о юноше). Ала 80. Пирĕн ывăлсем пурте ӳсрĕç ĕнтĕ, яшланчĕç; тавай авлантарас вĕсене. Наши сыновья уже выросли, стали женихами; давай их поженим. Н. Алекс. Çак карчăкпа старикĕн ывăлĕсем пурте ӳссе, яшланса (возмужали) кайнă, тет. || Rebus venereis uti. Б. Олг. Коккăра кĕрсе йолаччĕ, яшланаччĕ, шотне кӳреччĕ.

енлĕк

(jэн'л'э̆к), дикое животное. Н. Седяк. Енлĕк, зверь. IЬ. Çак (енлĕкĕн) кайăкăн хӳрине...

ер

(р), увязаться, привязаться, присоединяться; сопровождать; принимать участие. Якейк. † Сарă вăрăм варли пур, сар ачасам ереç поль. Есть у меня красивая, статная подруга, но, должно быть, привяжутся к ней красивые парни. Сёт-к. † Хор лотра варлия хора ача ерчĕ поль, атьăр киле ачасам. N. Кам ăслăлăхлă, çавна ер (присоединись). Требн. Вăл хăйĕн урапи çинче ларса Исаиа пророк кĕнекине вуласа пынă. Святой сывлăш Филиппа каланă: çак урапа çумне пырса ер, тенĕ. Н. Сунар. Кашкăр, хавасланса, йытăпа пĕрле ерсе карĕ, тет, йытă патне. НАК. Пирĕн аттесем те вăл йĕркене ерсех каймаççĕ. И наши родители не очень-то принимают участие в этом обряде. Чăв. ист. 10. Çав авалхи юмах пире чăвашсенĕн тĕп-аслашшĕсем çĕр ĕçне мĕншĕн ерсе кайнине пит лайăх кăтартса парать. Беседа. Вăл вара çав çĕрте пурăнакан пĕр çын патне пырса ернĕ; вăл çын ăна сысна кĕтме янă. || Вступить в предосудительную связь. Чăв. й. пур. 29. Унтан вара вăл шăллĕне те авлантарнă, ăна авлантарсан, ун арăмне ернĕ. Ала 11°. Вăл татах тапăннă, тет, анчах ерейман ăна вăл (id efficere non potuit, ut cum femina coiret). ЙОН. Çакă ялта хĕр нумай, качччă ермен хĕр çук. Сир. 81. Хĕр чухне вĕсемшĕн пăсăласран, ашшĕ килĕнчех йывăрланасран хуйхă; мăшăрлансассăн, урăх çынна ересрен, упăшка пур çинче ача-пăчасăр пуласран хуйхă. || Приставать (о болезни). О сохр. здор. Вăл чир тумтирсем, пĕренесем çине те ерсе юлать. Эта болезнь заражает и одежду и стены. Сред. Юм. Кĕçĕ ернĕ. Пристала чесотка. || Увлечься (чем). Истор. церк. Ĕçке-çике ан ерĕр, эрех хыçсăн ан кайăр. Беседа. Çапла хăтлана-хăтлана, пĕтĕмпех ĕçке ерет. IЬ. Ĕçме ернĕ çын. Спившийся человек. Беседы на м. г. Ĕçке ернĕ çын. Требн. 50,28. Ĕçке ерсе пурăнмастăн-и? || N. Эп юхха ертĕм. Обеднел. || Прилипать (напр. о паутине). К.-Кушки. Эрешмен карти ура çумне ерет (осенью).

ерт

понуд. ф. от ер. Собр. Ула-куракпа чакак тус пулĕç, хура-курака ертмĕç, теççĕ. Ворона с сорокой будут друзьями, но грача в свою компанию не возьмут. (Послов). Юрк. Таса мар алă-шăлли куçа чир анчах ертсе тăрат (заражает). Симб. Ваççук ятлă юлташ хăйсен кӳршинне кишĕр вăрлама ертсе карĕ (повел меня). О заступл. Тарçă вĕсене ертнĕ те, вăрмана илсе тухса кайнă (повел их). N. Вăл хăйпе пĕрле арăмне тата хăй хурăнташне ертрĕ те, кĕреçесем илсе, çарана кайрĕ. Сёт-к. Самай кĕтӳвĕ (= кĕтĕвĕ) тохса кайнă чохне, хамăр ĕнесене пырса ертсе ятăм (пустил в стадо). Орау. Пĕре мулча (мул'џ̌а) кĕрсе ертсе килнĕ-ччĕ (притащил), унтанпа пыйтă тавраш курман. Сиктер. Лаша хыççăн (за лошадью) тиха ертме парăсăн-ччĕ. (Моленье). Альш. Пĕр вырăспа ертсе ярать вĕсене. Сир. 169. Хăй вĕсене мачча çине ертсе улăхнă (проводила их на чердак). || Заставить бегать за собою (о животных и человеке). N. Вăкăр ĕне хыççăн чупать, пашпăртне валать (odoratur pudenda); пирĕн ĕне вăкăр ертнĕ (хăй хыççăн чуптарать). Орау. Пирĕн ĕне ертет нихак-ха, слав пух. IЬ. Ĕне ертни (со времени случки) пĕр-ик ĕрне пур нихак ĕнтĕ. Якейк. Çак хăтайăн хĕрĕ пор, ялта ертмен ача çок (в непристойном см.). Кан. 1927, № 234. Ĕне пĕтĕ е хĕсĕррине вăкăр ертни виçĕ эрне иртсен тин пĕлме пулать. IЬ. Вăкăр ертичченхин пек мар, лăпкă çӳреме пуçлать.

ертсе çӳрекенни

проводник, провожатый. || Провожатый умерших (на том свете). Макка 221. Хывнă чухне ак çак сăмахсене каласа хываççĕ: умăнта пултăр, сĕкĕл ту, пĕр турамĕ пĕр çăк пултăр; умăнта пултăр, ертсе çӳрекеннине те тивтĕр. IЬ. 189. Çын вилсен, ăна асăнса хывнă чух, чăвашсем темĕскерле ертсе çӳрекенĕ асăнаççĕ: ертсе çӳрекенин умĕнче пултăр (теççĕ). Чхĕйп. Тата йĕртсе (sic!) çӳрекен, сана та сăрапа асăнатăп, эсĕ çак анчах вилнĕ çынна лайăх йĕртсе (sic!) çӳре, тенĕ (вăл вилнĕ çынна ертсе çӳрекен кам вăл, уна пĕлмен ĕлĕк, вилнисенчен пĕри йĕртсе çӳрет пулĕ, тенĕ). N. Чăн малтан çав ват çынна асăнса хываççĕ: (имя) пичче, ертсе çӳре (имярек. Обращаются к умершему старику, прося его быть вожатым для скончавшегося младенца).

Йытă

(jыды̆), то же, что йыт. См. йăтă. Юрк. † Çĕтĕк кĕрĕкĕ татăкĕ йытă вĕрнипе çурăлат. Орау. Йытта ан йĕкĕлте (= ан çĕтĕлтер). Не дразни собаку. Сред. Юм. Эс те учитĕле тохсан, луччĕ йытта сăмсана касса парам! (Так говорят, когда уверенно знают, что собеседник не может быть учителем). IЬ. Пуçа йытта хывнă та, ĕç хушсан, та ĕçлемес. (Ссылается на болезнь, притворяется и не делает того, что ему велят). Б. 13. Йыттăн хӳри кукăр, ăна шанма çук. (Послов.). . Йытă мăнтăр та, çиме юрамасть. (Послов.). КАХ. Çырлах, аслă кĕлĕ! Кама тимен, ху валеççе пар. Ачăна-пăчăна чар, йыттусене пирĕн выльăхсем патне ан яр. (Моление киремети Питтури в «тайăн сăра»). Б. Тимĕр йыттăн сӳс хӳре. (Загадка: иголка с ниткой). Т. М. Матв. Йытă аллипе ĕçлетĕн. Работаешь спустя рукава. Сказки и пред. чув. 14. Йытă урипе утиччен, сивĕре шăнса çӳриччен, лаша кӳлсе ларас та, ним хуйхи те пулас мар. Чăв. й. пур. 7°. Çыраканнине сĕтĕрсе килес те, йытта хĕненĕ пек (как собаку) хĕнес! Орау. Йытă пек япăлтатса çӳрет. СПВВ. Х. Йытă хăй хӳри çине сысмасть, теççĕ. (Послов.). Нюш-к. Ĕлĕк авал турă, этеме ыраш панă чух: ыраш кирлĕ-и сана? тесе, ыйтать. Çын: кирлĕ мар, тет. Ыраш тĕпĕнченех пучахлă пулнă; ыраш пучаххи çурри анчах юлать. Тепре ыйтать. Çын ун чухне те: кирлĕ мар, тет. Çавăн пек темиçе хутчен ыйтса та, çын: кирлĕ марах, тесе пырать. Ыйтмассайран ыраш пучаххи кĕскелсе пырать. Турă юлашкинчен ыйтсассăн, çын: кирлĕ мар темелле-ччĕ, тет, анчах йытă: хам-хам! тесе янă та, çавăнпа халĕ пирĕн ыраш юлнă. Йытă лайăх мар вăл, тесен, йытă усракансем çак сăмахсене каласа кăтартаççĕ. Собр. Йытă шуйттана сиссе (чуя) çĕрле вĕрет, теççĕ. Т. Григорьева. Килте йытă пăтратманне ялта яшка пĕçернĕ, теççĕ. Дома не умел замесить собаке, а в деревне сварил похлебку. (Послов.). N. Эсĕ йытă! терĕм. N. Конта йытă пуç те полĕ! Здесь, чай, чорт знает что есть! Сред. Юм. Йытă самăр та, пусма юрамасть. Хоть собака и жирна, но на закол не годится. Собр. 74°. Йытă, тесен — çăмĕ çук; этем тесен — сăнĕ çук. (Послов.) Ала 91. Çакă кĕçĕн тăванĕ (брат) мĕн курман вăл! Вăл курнине ялти йытă та ан куртăр (того, что он перенес, не дай бог испытать деревенской собаке). . 31. † Пире: салтак кай (= салтака кайĕ), тесе, ялти йытă каламан пуль; çын та сисмер — кайрăмăр. Т. М. Матв. Эй, алли-урине йытта касса пама! Юрк. Йытă хĕлле, сив вăхăтра, питĕ хытă шăнса: эх, кунтан ăшă пулсан (= çăва тухсан), çула, шăрăх вăхăтра, шăмăсем тултса, пӳрт тăвăттăм (шăмăран пӳрт тăвăттăм), тесе, калать, тет. Изамб. Т. Халь уччиччĕлсем нумай: йыт кутне тапсан, уччиччĕле тивет (т. е. учителями хоть пруд пруди). N. Йытă выртман вырăнта выртăрăмăр пулĕ (валялись везде, где попало). N. † Йытă çăварне аш кĕрсен, хăçан каялла тухни пур? (Солд. п.). Орл. II 235. Хура йытти çакăнса тăрать хĕрлĕ йытти ăнах (на нее же) вĕрет. (Хуран вут çинче). Сред. Юм. Йытă хăй хӳри çине сысмас. Никто сам себя не хает. (Буквальный перевод: «собака на свой хвост не испражняется)». Чăв. й. пур. Хăне те (его), йытă вилли пек, çĕре тирпейсĕр чикнĕ (опившегося зарыли без отпевания). || Неблагодарный. || Пес (брань). Сказки и пред. чув. 47. Эрехне таçта хăй пытарчĕ те, пирĕн çине калать тата, йытă! СТИК. Çав Ваççа йыттиех (ce chien de Vassia) тунă пулĕ. Вероятно, это напроказил мерзавец (пёс) Вася.

йыхрав

приглашение, зов. Охотник. У нас пасха начиналась в среду на страстной неделе. Утром в этот день мальчики с каждого двора выезжают верхом и, собравшись вместе, приглашают всех к себе пировать. Начинают они с одного конца деревни и кончают другим концом. На каждом дворе их встречают с ведром пива, стоя на крыльце. Они подъезжают к ведру по одному и, выпив по ковшу пива, отправляются на следующий двор. Это называется йыхрав — приглашение на пир. Менча. Йыхрав яр — посылать звать в гости (ĕçке). Ч. П. Çак килтен йыхран яман пулсан, килмĕттĕмĕр эпир çак киле. Б. Бур. Иван патне сăра ĕçме — пĕр йыхравран ан юлăр, икĕ йыхрава ан тытăр (чит. ан кĕтĕр ― не ждите второго приглашения). Рак. Атьăр Хĕлин патне сăра ĕçме; пĕр йыхравран ан юлăр, икĕ йыхрава ан кĕтĕр. Туй. Туй пулас пулас (sic!) каç пĕр пĕр ăратнери ачана йыхрава яраççĕ. Альш. Йыхрава кил. . Йыхрава кайни. . Кайса кил йыхрава (позвать, пригласить). Сред. Юм. Йыхравсăр епле хăнана каян поль? Если не звали, как пойдешь в гости? Чăвашсем 15. Пĕлтĕр пирĕн ялсем Улатимĕр Ăçтаппанĕ Миххайла праçникĕнче Рак-кассине йыхрава кайнă (поехал). || Тимер. † Ах, тăхла чăçăм Пăлаки! Ӳснĕ-ӳсмен хĕрĕшĕн çуллен йыхрав яраттăн; пирĕн шăллăм (жених) ӳсмен-ччĕ. Пирĕн шăллăм ӳссессĕн, хамăрах пырса илтĕмĕр. || Йыхрав = пăлчав? Чăрăш-Туйçа (Чебокс. у.).

юл

йол, (jул, jол), оставаться. К.-Кушки. Михĕ хваттире юлнă. О сохр. здор. 57. Тата ĕнтĕ пирĕн вĕлле хурчĕ пылĕ çинчен пĕлесси анчах юлчĕ. N. Юлнă ĕçе юр пусат. (Послов.) N. Никам та килмесĕр юлма пултараймасть. Каждый обязан явиться. Регули 243. Эп киле йолнине вăл корчĕ. Он видел, как я остался дома. Истор. Пĕр çын юлмиччен шыв хĕррине кашни тĕне кĕме анччăр. Качал. Йăван тухнă чухне сылтăм енчи пичкинчен ĕçрĕ, тит; вăйĕ ĕлĕкхи паках юлчĕ, тит (у него вернулась прежняя сила). Шинар-Бось. Пĕр карттус çырларан пĕр çырласăр юлтăм. Чинер. Эсĕ килтен тухнă чух, Микула сывă юлчĕ-и? Альш. † Пирĕн пек айвансенчен мĕн юлать? Мĕн выляни-кулни, çав юлать. Г. Т. Тимоф. Çăкăр юлмиех çитрĕмĕр. Дожили до того, что остались без хлеба. М. Сунчел. Çăмăр учукне хыт-çухана тухасси пĕр эрне юлсан тăваççĕ (за неделю до пара). СЧЧ. Уншăн вăсен чӳк туман çĕр (место) юлмарĕ пулĕ; юмăçа кайман ял юлмарĕ пулĕ (ради больного всех йомзей обегали). Хĕрлĕ Урал 1921, № 10. Çурчĕсем пĕр юпа та юлмиччен çунса пĕтрĕç. Дома сгорели до тла. Чăв. й. пур. 29. Ачисем хăнчен çамрăк юлнă. Дети остались после него малыми. Бюрг. † Пире илес тиекен кăçалхи çул ан кĕттĕр, килес çула ан юлтăр (пусть не останется до будущего года). Сёт-к. † Сакăр така пусакан... сакăр сар хĕр пăхакан инке-арăмпа йолакан. Ст. Айб. † Савса сарă хĕр шыракан инке-арăмсăр юлакан. Кто ищет себе в жены красавицу, не получит и вдовы (см. инке-арăм). Ч.С. Вĕсем мун-кун иртсенех, çимĕк çавăн чул эрне юлчĕ, çавăн чул кун юлчĕ, тесе, калаçкалах тăраççĕ. || Отставать. Ст. Шаймурз. Пирĕн шухăш улат каялла. Изамб. Т. Ман лаша чилаях юлнă иккен. Янтик. Ача урапа хыçĕнчен чупса пыраччĕ: эп те пырап! тесе; хай ашшĕ ал-чăмăркки кăтартрĕ те, ача тăра юлчĕ (отстал). N. † Йăваш хĕр юрланă чух, пуян çынсенĕн ывăлĕсем юлни çук. Çутталла 71. Çуна хыççăн пĕр утăм юлми сиксе пырать (не отставая ни на шаг). Завражн. Манран пĕр виç аршăн йолса (или: кайра) отса пычĕ (шёл). Юрк. Суха сухаланă, утă çулнă, авăн çапнă, вăрман каснă, пур ĕçе те ĕçленĕ — арçынсенчен пĕртте юлман. Шигали. Чупсан-чупсан, пирĕн Петĕр ятлă юлташ, ырса, юла пуçларĕ. N. Ĕçрен полсан, эпех мар, ман шăлăм (sic!) та мантан нумай йолмасть. НТЧ. Элеккан килĕнчи ĕçĕ те хăйĕнчен кăçта юлнă, çавăнтах тăрат, тет (в том положении, в котором он их оставил); арăме ни ĕçлеме, ни юмăçа кайма аптăранă, тет. К.-Кушки. Ĕçрен юла пуçларăм. Я стал отставать от работы. Юрк. Хăй ватă пулсан та, ĕçрен юласшăн мар (работает). || Уйти под снег. N. Калчи ытла вăйлă йолмарĕ. || Быть ограничену. Альш. Çапла пирĕн тăхăр ял çĕр вăл вĕçĕнче Сĕвене-кăна юлать; Сĕве урлă каçаймас. || Не попадать куда. Çĕнтерчĕ 32. Пĕр-маях Кеорки салтакран юлса пымалла пултăр. || Прекратиться. Толст. Санпа туслă пуласси кунтан юлтăр ĕнтĕ (прекращаю дружбу с тобою). || В отриц. ф. ― потерять способность к отправлению естественных функций (вследствие утомительной работы, гов. о частях тела). К.-Кушки. Сӳс тĕве-тĕве аллăмсем юлмарĕç (навихал руки). Алик. † Хура турă лашине хура шыва ӳкертĕмĕр; пичи (ятне калаççĕ) кăмăлне, шăннам-ша(к)кăм юлмарĕ, урам-алăм (sic!) юлмарĕ. Шибач. † Тĕрне (= тăрна) çимен пăрçине пире коккăль туса парчĕç, шăлăм-çăварăм йолмарĕ. Курм. † Тем хамăра полас пак (невеста), çĕрне-конне пĕлмерĕмĕр, пилĕк-çорăм йолмарĕ. || Избежать. N. † Çакă патша саккунĕнчен ниепле юлмалла мар. (Солд. п.). Чăв. й. пур. 18. Вара эсĕ ку ăлавран пĕтĕмпех те юлăтăн. || Перестать рожать. Ст. Чек. Ачаран юлать. Перестает рожать детей. . Хĕр-арăм хуйхă пусмăрланипе çамрăкларах ачаран юлат. || Остаться в живых. К.-Кушки. Вунулттăран пĕри те юлмарĕç. || О зачатии. Ст. Чек. Юлнă. Произошло зачатие. [Срв. КС. Арăмĕ, ăшне (хырăмне) ача хăварсан, упăшкине пăрахрĕ, тет]. IЬ. Манăн санран ача, юлчĕ. Я от тебя забеременела. || Пропускать. Суждение. Эрнипе ĕçкĕ пулас пулсан, эрнипе те ĕçкĕрен юлас çук (они). Н. Шинкус. Ĕçкĕ-çикĕ ĕççе çинĕ çĕртен те юлманскер, курнат, ку (кажется, не оставляет без посещения). С. Никçан пĕр кĕлĕрен те юлман вăл. С.П. Кĕлле каясран нихăçан та юлман. Шибач. † Лаша начар илес терĕм ― хак (чит. хак) йӳнĕ; хак (хак) йӳнĕшĕн тăрмастăм-ччĕ, соха пенчен (=панчен) йолас çок. || В кач. вспомог. гл. См. «Оп. иссл. чув. синт. II, 46. Виçĕ пус. нум. пус. мĕнле куç. 14. Çапла пирĕн çĕр начарланса юлнă. М. Сунчел. † Аçу-анӳ пур çинче выляс вăййăна выляса юл. Хурамал. Кăларсассăнах, çук пулса юлчĕ, тет пери (чорт). Сир. Ноеммин çапла икĕ ывăлĕнчен те упăшкинчен те тăрса юлнă (лишилась). Ч.С. Çапла вара вĕсем пĕр ĕнесĕр пĕр лашасăр тăрса юлчĕç (остались без лошади и коровы). Ч.П. Вĕренсе юл, тăван, çак юрра. Юрк. Тутарсем çапла пĕри те пĕри виле пуçласан, пĕтĕм ялĕпе хăраса юлаççĕ (можно и: ӳкеççĕ). N. Эпĕ матякне вучаха хутăм: пут! терĕ, пат! терĕ, Патĕр-ялне кĕрех кайрĕ, хура йытти вĕрех юлчĕ, выртан каска йăванах юлчĕ (перевернулась). Синьял. Кайăкне тимерĕ (не попало в птицу) тет те, тĕкĕ вĕçсе юлчĕ, тет. N. Вăл хутсем сире кирлĕ пулсан, илсе юлăр; кирлĕ пулмасан, каялла парса ярăр. Скотолеч. 33. Кĕсенĕ хăпăнса ӳксен (отстанет) унăн вырăнĕ хĕрелсе юлать. Орау. Паянхи кун юлашкинчен эреке ĕççе юлмалла; ӳлĕмрен эреке ĕçмелле мар закон тухнă, ырантан вара никам та эреке ĕçме юрамаçть. Янтик. Çапла кăлăх калаçаччĕç; унтан лешĕ кăне (= кăна?) çапла каларĕ те, ку тăра юлчĕ, ним калама та аптăрарĕ. Ч.С. Эпĕ ун сăмахне итлемерĕм, пĕчченех тăрса юлтăм. НТЧ. Юмăç вунçичĕ пус укçана илсе юлать. Леш (тот) киле тавăрăнать. Альш. Халĕ ĕнтĕ вăл кӳлĕ ăшăкланса юлнă (обмелело). Хыпар № 42, 1906. Ури айĕнчен тенкеле урипе тĕртсе янă та, Васильев çакăнса юлнă. N. Пĕри апат пĕçерсе юлнă (остался варить обед). М. Яуш. Вара ухмах касса юлчĕ, тет те (остался рубить лес), пичĕшĕсем хăйсен лутки çине ларчĕçĕ, тет. С.-Устье. Вара пысăк вырăс пĕчĕк вырăса как çапрĕ, тет те, пĕчĕк вырăс кăшт пĕшкĕнсе юлчĕ, тет. Хыпар № 29, 1906. Кӳршĕ вара хăй ĕненнĕ пекех ĕненсе юлчĕ (поверил). || В некоторых чувашизмах. Юрк. Ашшĕ шухăша юлат. Отец задумался (о нужде своей). Ст. Шаймурз. † Çак тăвансем патне килсессĕн, юлнă кăмăлсем тупăнчĕç. О заступл. Эсĕ малашне пĕр ырăлăхран та юлмăн, тенĕ. Альш. † Лайăхах та килсе, сыв таврăнсан, тăшманĕсем юлĕç шухăша. N. Вилесрен-кăна юлсаттăм. Я чуть не умер («остался от смерти»). Чураль-к. Сăмахран полсан, эп çын айне йолаканни мар вара. Я на словах другому не уступлю. Ч.П. Шур укçу çине ан пăх, аппа, сăнă юлĕ ун çине. Макка 179. Малтанах куç чĕлхипе, ăншăрт чĕлхипе юлмасть. К.-Кушки. Эп унпа чисти алăсăр юлтăм (все руки отмотал).

юлашки

остаток. НТЧ. Кайран, юлашки юлсан, хăйсен ăратнипе, юри кайса, чĕнсе çитереççĕ. Янш.-Норв. Юлашки юлнине (кушанье) ялти чухăн çынсене кайса параççĕ. Сир. 259. Лешĕ çинĕ, тăраннă та, юлашки те юлнă. Пропов. о блудн. сыне. Сысна юлашки икĕл хуппи. Шелуха желудей, оставшаяся от свиней. Изамб. Т. Капăртма юлашкинчен е çавăн йышшинчен пĕчĕк çăкăр пĕçереççĕ. Ун пеккине хăпарту теççĕ. Ядр. † Сар хĕр амăш каларĕ: 80 тенкĕ хулăм, терĕ. Ах тăхлачă, тăхлачă! сакăр ача йолашки (отставная любовница восьмерых) сакăр тенке кирлĕ мар! N. Чăваш юлашки, вырăс юлашки (негодный). Ч.П. Çак ирçе ялин хĕрĕсем пиртен кая юлашки. Бугульм. † Пирĕн инке пуласси теплĕ таса юлашки (последняя, случайно уцелевшая, virgo); эпир илнин юлашки шăль тăкăниччен ларин-ччĕ. || Остальной. Собр. 164. Юлашки ешкен тути çук, теççĕ. (Послов.). || Последний. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 7. Шутласан, юлашкисем мĕнпе-те-пулин вăйлăрах пулнă пулас. ЙОН. Çирĕм пĕр çула хам çитрĕм, юлашки хам юлтăм. Регули 907. Йолашки патне çитичченех лайăх-чĕ, йолашки при осал полчĕ. IЬ. 1030. Эп йолашки полтăм (килтĕм). Я оказался (пришел) последним. IЬ. 1031. Йолашкине вăлсам анчах йолчĕç (вăл анчах йолчĕ). Последними(-ним) остались они (он). Юрк. † Атте мана юратат, юратат та х(к)улянмас; юлашки унăн епле пулĕ, тет. || Поскребыш (последний ребенок). Орау. Юлашки мар-и вăл? Он у них не поскребышек ли?

йомахĕç

(jомаhэ̆с'), сказочник. Тогаево. Онта пĕр йомахĕç Иван ятлă çын пор. Çак Иван пуçларĕ йомах ямашкăн, çынсене колтарма.

юмăç

юмăçă, у И. Н. Юркина всегда юмăçĕ, знахарь, ворожея. М. П. Петр. Чăваш. й. пур. 36°. Вăл юмăç ялан укçа çинче пăхнă иккен. N. Христос турра мухтас вырăнне, çавă шуйттан тарçине, юмăçа, мухтаса тăраççĕ, акă мĕн калаç: эсĕ пушали кĕнеке вула, а пиршĕн пулсан, юмăç турăпа пĕрех, юмăç вăл çурă турăпа пĕрех, теççĕ. Бюртли-Шигали. Манăн атте хамăн юмăç-чĕ. Чăваш çемйинче кăшĕ-те-пулсан чирлет те, каять вара юмăçа. Макка 207. Юмăç, пĕр каласан, нимĕн те тăва пĕлмест. Вăл çынсене çапла улталат: йĕп çине çăкăр тирет те, суллантарма тытăнат; суллантарат вăл икĕ çăкăр татăкĕ хушшинче, или просто укçа çине пăхат. Хальхи юмăçсем аплах хăтланмаççĕ, ĕлĕк миçе пус панă, çавăн чухлĕ сăмах анчах каланă. Сюгал-Яуш. Юмăçĕ вăл киреметĕнчен пăртак лайăхрах пĕлет пулмала. Вăл киреметĕн шăльнĕ пулнă, тет. Вăл ăстан суйине тупса çитерет-ши? Нумайăшне киреметсенчен ытларах юмăçи улталать, курнать. Ну хутте хай юмăçи те çынсене улталанă, тет. Ну çынсем те хăйне нумай улталаççĕ, курнать. Виçĕ пус парса та улталаççĕ, курнать, пилĕк пуспа та; вунă пусне парсан, тата пушчех суйма тапратать, курнать. Вара кайран тата килме каласа ярать, тет. Халь ывăнса çитрĕм, тет. Тепĕр виççĕ (sic!) кунтан пурне те каласа ярăп, тет; суй (sic!) суйса ярать, тет. Вăл ырă этемех-ши? Вăл этемренех çуралнă-ши? Ун патне ырă шутлă çынах ан кайтăр, тесе, калать, тет, пĕр çын. N. Ху юмăçна ху палăртатăн. Сам показываешь, что ты гадатель. Ст. Чек. Укçине чĕрки çине (хурса?), çăккăр татăкне йĕппе чикеççĕ. Йĕппин куçне çиппе витĕреççĕ, вара сулланасса кĕтеççĕ. Çак япаларан мар-и ку чир? тет. Суллансан: çак япаларан; ав уçăлса каят, тет; сулланмасан: ак çак (урăх япала калаççĕ) япаларан мар-и? тет. СЧЧ. Çавăн чухне хамăр ялта пĕр суккăр хĕр юмăç пур-ччĕ. Ун патне (к ней) юмăçа (для ворожбы) çĕршер çухрăмран пар лашасемпе пыраççĕ. Б. 13. Вăтанман юмăç пулнă, тет, ӳркенмен ăста пулнă, тет. НТЧ. Çав ялта, укçа çĕне (= çине) пăхса, мĕн пулнине, малалла мĕн пулассине пурне те тĕрĕс каласа кăтартакан арçын юмăç пур, теççĕ. Чуратч. Кил-ăш-чиккинче кирек кам сымар пулсан, час-часах юмăç патне чупса каяççĕ. Юмăç патне пырсан: ман килте çапла ача çывмар пулчĕ-ĕçке, тесе, каласа кăтартаççĕ. Вара юмăç, пĕр çип вĕçне çăккăр хытти çыхса, суллантарма тытăнать. Суллантарсан-суллантарсан, калать: сан ачу йĕрĕхрен, сана вăл пĕр така тумасăр та каçарас çук, тет. Альш. Юмăçă; один из приемов: алă тымăрне пăхать, кăвапине пускалать. Ч. С. Чӳк пуçлас, тесе, юмăç карчĕкне чĕнсе килчĕçĕ. Ib. Атте вара пиччене юмăçа чӳклеме кайса илтерчĕ. Могонин. Юмăç тесе, ăста пĕлекен çынна калаççĕ. || Знахарство, гаданье. Альш. Юмăçă укçипе (деньгами, полученными за гаданье) пуяймăн. БАБ. Вăл кун (?) çĕнчен мана пĕр пирĕн кӳршĕри юмăçа пăрахнă (бросившая ворожбу) карчăк каласа кăтартрĕ. Болезни. Паян ĕç тытас çук-ха; çав ача кĕнеке тăрăх юмăç пăхма пĕлет, тĕт-ха, кайса пăхтарас. БАБ. Эпĕ ĕлĕк, хĕр чухне, пĕр юмăçран юмăçа вĕренни çинчен (об учении колдовству) илтнĕ-ччĕ. Ст. Яха-к. Епле (какой) чӳк тумаллине эпĕ ăна халех юмăç çинче пăхса пĕлĕп (узнаю из гадания), терĕ, || Кан. 1927. № 237. Матка йăпăр-япăр Шĕнере, юмăçа тухса чупрĕ. Якейк. Опăшкине йомăçа янă. || Сред. Юм. Солланкаласа тăракан çынна, выльăха та: йȏмăç пăхать, теççĕ (говорят о сонном, пьяном человеке или о плохой скотине). || Йомăç, прибор для гадания. || Йомăç, отвес (у плотников). Шарбаш.

юмăç пăх

гадать. КС. Ст. Яха-к. Мĕн пыраканĕ пурте пирвай, инкен аллине тытса, юмăç пăхаççĕ. Вĕсем, хĕвĕнен çăкăр хыттине туртса кăларса, йĕп тăрне тăрăнтараççĕ, тата чĕрçине пĕр хуран ывăсси хураççĕ. Вĕсем, çав çăкăр хыттине йĕп тăрăнче суллантариччен, çăкăр хыттине тута таврала, тем каласа, çавăраççĕ. Кирек хăш юмăç та, эпĕ курнисем, çăкăр хыттине йĕп тăрăнче суллантарнă чухне, калаççĕ: çак кине Сурăм киремеч тытнă пулсан, çăкăрпа йĕп пĕç тăрăх суллан; унтан мар пулсан, урлă та пирлĕ суллан, теççĕ. Суллансан-суллансан, çăкăр хытти тапах чарăнмасан: çук, кунтан мар-ха, теççĕ. Микушк. Юмăçă юмăç пăхать. Вăл çăкăр татăкне йĕппе тăхăнтарать те, сулласа ларать. Чирлĕ çын ун патĕнче пăхса ларать. Вăл вара, пăхсассăн: чирлĕ çынна çав тӳрĕ (дух) лекмен-и? тесе, ыйтать. — Çав тӳрĕ лекнĕ пусан (= пулсан), яр кай, тет. Яр каймасан, тата сулласа ларать Тепĕр тӳрĕ лекмен-и? тет. Вăл тӳрĕ лекнĕ пусан, яр кай, тет. Мĕн ыйтать? тесе, сулласа ларать. — Çунатлă ыйтать-и? пăтă-юсман ыйтать-и? тет. Пăтă-юсманнах юрать, тет. Тăрсан-тăрсан: юрамасть, тет. Тата шалалла каять пулĕ-ха вăл: вăкăр-тына ыйтмасть-ши вăл? тет. Сулласан-сулласан, тупать вара мĕн пусмаллине. Вара вăл мĕн хушнă, çавна пусаççĕ. Пуснă чухне, урине, пуçне çăвать те, урайне ярать. — Силленет-и? тесе, кĕтсе тăрать. Силленсен, пусса çияççĕ; силленмесен, ăна ярса, тепрĕне (= тепĕрине) тытаççĕ. Вăл силленсен: килĕшрĕ, тесе, пусса, çияççĕ. Юмăçă хушсан, лашана хĕрхенмеççĕ, пусаççĕ. Хăйин(хăйĕн) çук пусан, сутăн та пулин илсе пусаççĕ.

юн-шĕветен-курăк

назв. растения, cucubalus Tourn. baccifer L., волдырник ягодный. Рак. № 109. Юн шĕветен курăк ăш ыратнăран аван. Арăмсем ăна ачапча тусан ĕçеççĕ. Кайсар. № 16. Юн шĕветен курăк. Арăмсем, çăмăлланнă хыççăн ăшне юн хытса ларнипе аптăра пуçласан, çак курăка вĕретсе ĕçеççĕ. Унтан вара хытса ларнă юнĕ шăранса ерипен (scr. ерипенн, по говору П. И Орлова) юхса пĕтет.

юн

йон, (jун, jон), среда. В. Олг. Тепĕр (килес, çак) йонта, в следующую среду.

юнăш

(jуны̆ш), ошибаться. См. йăнăш. НЧ. Юнăшса, ошибаясь. Задонский. Пурте пĕр çулпа юнăшса кайнă. || Ошибка; ошибочно, неверно. Юрк. Изамб. Т. Юнăш, ошибка. . Юнăш тусан, вăрçаççĕ. Если неверно скажешь, то ругаются. Сала 92. † Сарă хĕрсем чĕнтерсем çыхаççĕ: сарă хĕрсен чентерĕ, ай, юнăш пур! Канон. Çак кунччен, çак сехетчен тунă çылăхăмсене, юнăшпа çылăха кĕнисене пурне те çĕтер, каçар, пăрах, пĕтер. НЧ. Юнăшпа вĕлермелле сут тунă çын. Юрк. † Хĕрсем хĕрлĕ улача тĕртеççĕ, улачисем çинче юнăш пур. IЬ. Те пĕри-пĕри юнăшпа, хăй япали вырăнне илсе тухса карĕ?... || Не тот, который нужен. Альш. Унтан пуяна калат: пуян, ку сан юнăш хĕр, мана урăххине кăтарт, тенĕ. || Неправильно. О христиан. любви. Ĕçне юнăш тусан, уншăн ашшĕ умĕнче ӳкĕнет. П.П.Т. Хулла юнăш илсессĕн (если вынет неправильно, не свой), çав çынна çурăм çине минтер е кĕççе хураççĕ те, малтан пуçлăхĕ хулăпа çапат, ун хыçĕнчен ачасем пурте хуллисемпе вишшер (= виçшер) çапаççĕ. (Сĕрен).

Юнкур

личн. имя челов. Ердово. Пĕр каç çак Макарпа Юнкур иккĕш те хурал пӳртне пынă.

юнсăрлан

капризничать. Сред. Юм. М. А. 91. Ма ачашлан çак эсĕ уна? Халь те пĕр-май юнсăрланать. Пс. 130 (1901). Чĕчĕ пăрахтарнă ача хăй амăшĕ умĕнче юнсăрланнă пек, йăвашланмасăр, чунăма асла хутăм пулсан...

юпа

йопа, (jуба, jоба) столб. СТИК. Çак юпана вайкăнтар-ха. Свали-ка этот столб. Изамб. Т. Йăлт çунса кайнă, юпи те юлман. Каша. † Ылттăн юпа пулăттăм, вăйă варринчен тухмăттăм. Чув. прим. о пог. 48. Хĕвел юпа пек тухсан, çăмăр пулать (хĕлле сивĕ). Если солнце восходит столбом, будет дождь (зимою – мороз). Персирл. Тĕлекрам(-грам) йопи, тĕлеххон йопи. Пазух. Вăрман хĕрри юманлăх, çинчен икел суйлар-и те, тĕпне юпа тăвар-и? N. Вăл (моя невеста) вилсен, каллех шăннă юпа пек тăрса юлтăм. Юрк. Хапхаран кĕрсен (по возвращении с кладбища), урапа çинчен ансан, хапха хыçĕнчи юпа йĕри-тавра виçĕ хут çаврăнаççĕ. Сред. Юм. Чохăн çол çинчи правăка юпаран юпана (от столба к столбу) лектерсе пыраççĕ. || Столб, изображающий собою покойника. См. К. Прокоп., Похороны и поминки у чув. Макка 231. Чăн пирвай вĕсем юпа касма каяççĕ. Вил. йăл. Выльăх пуснă вăхăтрах юпа тума тытăнаççĕ. Юпине хырăран тăваççĕ. Авалхи чăвашсем чултан, тăваткал касса, тунă. Халĕ те хăшĕ чултан тăваççĕ. Чулне, хуларан илсе килçе, малтанах хатĕрлесе хураççĕ. Юпине çын евĕрлĕ тăваççĕ: сăмсине тăваççĕ, çăварне. Юпине непременно кутăн тăваççĕ. Макка 191. Унтан, масар çине çитсен, юпине лартсассăн, ун çине пĕр укçа çапса кӳртеççĕ, унтан тата ун çине пĕр çурта çутса лартаççĕ. Çав çапса кӳртнĕ укçине: кун çути пулать; çав укçа çуттипе вилнĕ çын леш тĕнчере çӳрет, теççĕ. Вил. йăл. Юпа çинче лармалли каç. N. Юпа çинче ларнă чух никама та йĕме хушмаççĕ. Тăванĕсем йĕнине курсан, вилнĕ çын та йĕрет, тет. Макка 212 и 215°. Унтан вара каçпа юпине хускатаççĕ; юпа хускатнă чухне купăс каласçĕ, юрлаççĕ, макăракан та пур, пурте пур. Унта тата ташлаççĕ, ташлакан çынни витрене укçа ярать, вăл укçи мĕн чӳлĕ пухăнать, пурте купăççа пулать. Çапла юпине те иртерсе яраççĕ. . 190°. Юпа, тесе, ак мĕне калаççĕ: йăвăçран этем манирлĕ тăваççĕ те, ăна вăрмантан вара исе килеççĕ; çавна, масар çине кайсан, лартса хăвараççĕ. || Поминки. Чхĕйп. Авал вилнĕ çына (sic!) юпа акă мĕле (sic!) тунă: вăлсам уна улт эрнерен тума пĕлмен, çимĕкре тунă, кĕркуне (sic!) тунă, тата çăварнира тунă. Ст. Чек. Юпи иртсен, ултă кунтан, ăрăтнипеле пухăнса, каçалапа хутăштараççĕ, пурне те ĕлĕк вилекен çынсене те пĕрле, çурта çутса, хутăштараççĕ. (На осенних поминках). Макка 190. Унтан вара, юпине çитиччен, кашни-эрне каç хываççĕ. . 192°. Унтан вара çутăлас еннеле (sic!) юпа иртерме каяççĕ. . 214°. Çулталăк иртсен, унăн юпине тăваççĕ. N. Унтан тата тăххăрĕмĕш, çирĕмĕш, хĕрĕхмĕш кунне. Татах çав кунсенче юпа тăваççĕ С. Йопи çинче пусни (на поминках). Беседы на м. г. Çын вилсен-тусан, пумилккине (юпине) чăвашла ирттерсе, вилнĕ çын чунне хуйхăрмалла тăваççĕ: пумилккере, купăс-кĕсле е шăпăр, сăрнай-мĕн каласа, ташлаççĕ, сикеççĕ; юрлаççĕ-кулаççĕ, шăнкравсем çакса, купăспа, сăрапа масар çине лашапа кайса, йĕркерен тухаççĕ: вут чĕртсе, ташласа, юрласа, ашкăнаççĕ; сăра чĕрессисене, куркисене, çапа-çапа çĕмĕрсе, масар çине пăрахса хăварса тавăрăнаççĕ. М. Сунчел. Çиччĕшне туса иртерсессĕн, хĕрĕх кун иртсен, хĕрĕх пĕрмĕш кун каçхине, асăнса, юпа тăваççĕ. Каçпала юпа тума выльăхсем пусса, çимĕççем пĕçерсе хураççĕ; пуянтараххи прик (= пĕр-ик) витре эрех илсе, хатĕрлесе хураççĕ. Пурне те хатĕрлесе пĕтерсен, вăрмана юпа касма каяççĕ. Малтан унта кайма сăрасем, эрехсем, хывма куймаксем хатĕрлесе хураççĕ. Пурне те хатĕрлесе пĕтерсен, лаша кӳлсе, шăнкрав çакаççĕ те, вăрмана юпа касма каяççĕ. Вĕсен хыçĕнчен пĕри юналутпа купăс каласа пырат. Вĕсем унта кайнă чухне çапла юрласа каяççĕ:\nХура пĕлĕт юха-çке,\nПирĕн ĕмĕр ирте-çке;\nХура пĕлĕт юхнă чух,\nХăçан çăмăр çуманни пур?\nПĕр вилнĕ çын юпа тунипе\nХăçан чĕрĕлни пур?\nВĕсем тата нуммай юрлаççĕ, анчах эпĕ пурне те пĕлместĕп. Вăсем, вăрмана çитсен, лашисене тăвараççĕ, вара вут чĕртсе яраççĕ те, вут кутне куймаксене, сăрисене, эрехсене вут кутне лартаççĕ. Вара, пĕр çăка касса илсе, пĕр вĕçне шӳретсе, çĕре çапса лартаççĕ, пĕр пуçне икĕ пуслăх укçа çурса хураççĕ. Тата: вилнĕ çынна çиме, тесе, тенкелсем, сĕтелсем, кĕперсем тăва-тăва хураççĕ. Вучĕ йĕри-тавра юрласа, купăс каласа, ташласа çаврăнаççĕ. Виçĕ хут вут йĕри-тавра ташласа, юрласа çаврăнсан, хываççĕ те, киле таврăнаççĕ. Киле таврăнсанах, сасă кăлармасăр ĕçме-çиме пуçламаççĕ. Пирвой виççĕн е тăваттăн, шыв хĕрне кайса, пĕшкĕнсе лараççĕ те, çапла каласа юрлаççĕ:\nХура чĕкеç чĕкĕлтетсе килет,\nПирĕн (вил. ят.) килет вăхăчĕпе.\nÇула пулмасăр нихçан та чĕкеç килмест,\nВăхăт çитмесĕр никам та вилмест. \nСасă кăларса килсен, пӳртрисем: ăçта кайрăр? тесе, ытаççĕ. Сасă кăларакансем калаççĕ: (вилнĕ çын ятне) чĕнме кайрăмăр, теççĕ. Çапла калаççан-тусан, юпана пуçласа яраççĕ. Вара çĕрĕпех ташласа юрласа ирттереççĕ. Çутăлсан, шыв хĕрне кайса, хывса килеççĕ; унта илсе кайнă савăтсене пĕрне те каялла илсе килмеççĕ, çавăлтех салатса хăвараççĕ. Чăвашсем юпана çапла ирттерсе яраççĕ вара. . Çав çын вăл каç çавсен юпине ирттерет иккен. Он делал в тот вечер по них поминки. . Пăртак хыврĕç те, юпа халăхсем Раман пичче патне кĕрсе кайрĕç. Шел. 22. Юр юрласа, ташласа, тăваччĕçĕ юпасем. В. Олг. Ашшĕ каласа хăварса улне: мана, тет, йопа çине лаша парăр, тет. Изванк. Аннене пытарса килсен, тепĕр кунчех каçхине (пумилккине) юпине иртерчĕç. Ун чух иртермен пулсан, ĕç пĕтмесĕр те иртерес мар тет-чĕç; тата унччен тиркесси, терĕç. Çын вилсен, юпине иртермесĕр ни кĕпе-йĕм, ни тăла тавраш çумаççĕ, ни кăмака шăлмаççĕ. Ват çын вилсен, кирек хăçан та майлă пулсан, тиркемесĕр хăвармаççĕ. Ача-пăча вилсен, аплах тиркемеççĕ, çинчех юпине иртереççĕ. Пирĕн патри çынсем, ват çын вилсен, вăл çамăрăк (sic!) мар, çавăнпа тиркес пулат, теççĕ. Çапла тиркенине вăсем вилнĕ çынна хĕсепленĕ (= хисепленĕ) вырăнне хураççĕ. Чертаг. Йȏпа — поминки (улт эрнерен). || Брань. Хорачка. Изамб. Т. Мĕн юпа пек тăратăн? Что ты стоишь как столб? (То же выраж. и у КС.). || Кол. В. Олг. Тораево. Тата амăшĕ икерчĕ пĕçерчĕ, тет те, карта юписем çине тире-тире çӳрерĕ, тет. Пшкрт. Сидэт пэ̆р карда βи патн'а. мэ̆н э̆с' лэксэ̆р ты̆рады̆н? тэтβаjа. (В зап.-козм. говорах столб, а также и мачта, называется тонката. У др. чув. посл. слово озн. пень). || Рубль. СТИК. Пĕр юпа парас-и, мĕн тăвас? (гов., когда секретничают, при продаже или покупке). || Юпа — король (в картах). К.-Кушки. См. чирку.

юпах

(jубах, jобах), старая линяющая шерсть. А. Турх. Юпах тăкăнать. Ядр. Юпах ― весенняя шерсть вообще. Ч.П. Ут йăваланать юпахне тăкасшăн. Персирл. Юпах = йĕп-тăх. Сред. Юм. Çур-кунне лаша-выльăх юпах тăкать. Якейк. † Çор йопаххи посура, пор осал хĕр çак ялта. IЬ. Çор йопаххи (шерсть) çор-конне сорăх çăнне (= çăмне) кассан, прик эрнерен тăкăнма пуçлать; вăл çăн каснă чох аяла йолать; çăн çитĕннĕ майпе çор йопаххи толалла тохать те, тăкăнма пуçлать. Вăл начар сорăхсен поринчен ытли полать. Янш.-Норв. Юпах (jубах) старая шерсть. || Стригун (о жеребенке). М. П. Петр. А. Турх. Юпах ― двухлетний жеребенок. См. юпах тиха. Шарбаш. Йопах, двухлетний жеребенок, стригун.

юр-вар

кушанье: мясо, турăх, уйран, сĕт, чăкăт. А. Турх. Сред. Юм. Юр-вар, приварок; всякого рода провизия, кроме хлеба. Шалча. Йор-вар, приправа. . Йорвар ― аш, какай. N. Çак карчăкпа хĕр праçнике юрвар илнĕ, тата ĕне те илнĕ. Сред. Юм. Юр-вар ямасан, яшкан мĕн тути пȏлтăр онăн! Хурамал. Юр-вар (какай). Тюрл. Кăçал ĕне пăруламарĕ, йор-вар çок (= сĕт-торăх çок). Шибач. Йор-варсам пор-и? Пшкрт. Йор-вар пор-и? Чуратч. Ваçкă калах çăнăхне исе килнĕ: йор-вар çок, тесе, калать, тет. Хуçи, киле кайса, пуснă сысна исе пычĕ, тет. СПВВ. «Юр, вар, продукты; ĕне юр-варĕ». Хорачка. Йор-вар (= аш, кĕрпе-туар) полсан, апат тума полат. СПВВ. Х. Юр-вар ― провизия. СТИК. Ĕне юр-варĕ чист тыткаланса пĕтрĕ (вышло, израсходовано мало-по-малу). СЧУШ. Çынсем пурте савăннă, пурте хăйсем валли юр-вар илнĕ, çак карчăкпа хĕрĕн анчах нимĕнпе илмелли пулман. Истор. Хăйсен юр-вар çуккисем кӳршисенчен вăрттăн та пулин илсе пăхса янă (угощали гостя).

ламран-лама

то же, что ламран-лам. Чума. Çавăнпа ĕнтĕ пирĕн вăл чир çинчен, вăл епле ламран-лама сарăлнине... шăпах тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлсе тăрас пулать. Балд. Çынна çак сомахсам ламран-лама кайса холхая кĕреççĕ. КС. Ламран-лама ăсаттăрĕç. Увезли, сдавая со станции на станцию.

лап

(лап), подр. звуку хлопнувшегося (упавшего) предмета. СТИК. Çăм мишукĕ лап персе анчĕ. („Лап – звук мягкий, похожий на звук, когда падает что-нибудь мягкое“). Ib. Лакăш! турĕ те (отступился), лап! персе анчĕ (споткнулся и упал). Альш. Акă упăшки патне çитет те, палакирне лап! ӳкерет, тет. Богдашк. Т. Лап тăсăлса ӳкрĕ хуса пыраканни. Толст. Лаши пĕтĕм вăйĕпе пынă çĕртен лап персе аннă та, Жилинăн урине аяла тунă (придавила). Шорк. Пылчăк çине хырăмĕпе лапах персе анчĕ. Эльбарус. Çаксем кăсйисенчен темскерсем кăлара пуçларĕç; тăта лап-лап! ӳксе пуççапаççĕ, тăта пакăл-пакăл! юмахлаççĕ. Сред. Юм. Витрери шывва (= шыва) трук тăксан, шыв лап! туса тôхса ӳкет (выплескивается). || Подр. мгновенному движению садящегося, ложащегося или падающего. КС. Хырăмĕпе лап выртрĕ. Сред. Юм. Мана корчĕ те, лап! выртрĕ. („При этом лап не означает звука при падении, а самое действие). Шорк. Пылчăк çине лап! татăлса анчĕ. Ст. Айб. Куçма кĕрӳ кускалать, Лапата кĕрӳ лап ларать. (Çатма çинче икерчĕ пĕçерни). || Подр. бросанию тяжелого предмета. Ст. Чек. Лап! пăрахат (бросит сразу). N. Ку ача амăшне пĕр ала йĕппе лап! тутарать, тет те, веç чиккелесе вĕлерет, тет. || Подр. удару (хлопанью). Альш. Амăшĕ алăкран тухат та, кукша капкăнĕ амăшне лап тутарат, тет. Шурăм-п. № 6. Арăмне пуçран çапуççипе лап! тутарчĕ. Альш. Кашкăр кĕрсенех, кашкăра аякран лап тутарнă. КС. Аллипе лашана купарчинчен лап! çапрĕ. N. Ашшĕн çăварне лап хупласа лартрĕ. || Подр. ударам бьющихся волн. Сред. Юм. Пĕчикрех хомсĕм лотка хĕрне лап, лап! пырса çапнаççĕ (= çапăнаççĕ). || Подр. хлопанью крыльев. Юрк. Çав вăхăтра кашта çинче ларакан автанĕ çуначĕсемпе лап, лап, лап! тутарса çапса илет. || N. Лап сур (плюнь).|| Подр. тяжелому ступанью по плоскому предмету. Алших. Лап-лап! çĕре ан пусăр: çĕр кисренет, тиеççĕ. || Подр. тяжелому бегу. Сред. Юм. Лап-лап! тутарса чупса кайрĕ. Побежал тяжелой рысью. Ib. Пирĕн лаша чупайрать-и-мĕн ôлă? Лап-лап, лап-лап! туса пырать, онпа мĕн чôлах аякка кайăн? СТИК. Пĕчĕккĕ ача, чуппи (бег) килĕшет, вăл темле çăмăллăн чавтарса пырат; пысăк çын вара лапăстатса пырат. („Лап-лап“ выговаривается соразмерно шагу; если шагает — редко, если бежит — скоро. Выражение впечатления при виде неуклюжести бега, неуклюжести фигуры, а также и звук, производимый ногами“). || Подр. звуку, который слышится, когда трясут шапку, взяв ее за тулью. Сред. Юм. Шапкана тӳпинчен тытса силлесен, лап-лап! туса силленет. || Подр. звуку неожиданно лопнувшего льда. К.-Кушки. Шыв тулнипе пăр лап! çурăлса кайрĕ. || Подр. кипению каши (хлопанью пара). Изамб. Т. Вир пăтти вĕренĕ чухне лап-лап! туса вĕрет. || Подр. моментальному погашению света. Хрест. Куçук çавăнтах ламппине лап! сӳнтерсе лартрĕ. Сунт. Пӳртре ламппă çути лап! сӳнсе ларчĕ. N. Çав вăхăтрах килти çунса ларакан çуртасем икĕш те лапах сӳнсе ларчĕç, тет. (Сказка). Сред. Юм. Пирн (= пирĕн) лампă чипер ларнă çĕртех лап! сӳнчĕ ларчĕ. N. Çутатса пыракан хунарĕсем лап сӳнчĕç. БАБ. Лап сӳнсе ларчĕ (огонь). См. тимĕр карта. || Подр. широким вспышкам молнии (как будто с глухим звуком). N. Çулахи çĕрсенче шевле (зарница) лап-лап çиçет: темĕскерле ăшшăн туйăнать те, тӳлек туйăнать. || Плашмя. Орау. Лап выртни („ляпа“) сан пултăр, эпĕ шĕвĕр пуçне („тыку“, т. е. с острого конца) йышăнап. (Так сговариваются игроки). || Как раз, совершенно. Якейк. † Çак нуштана корасса воник çолтах тĕл(л)ĕнтĕм, çирмик (= çирĕм ик) çолта лапах килч. Яргуньк. Чу кайăп, лап анăп, мăнтăр купи купалăп. (Кăшăл сăвăрни). Баран. 19. Акă, хайхи каçхи тĕттĕм хаяр вăрçса чикĕшес хире лапах килсе хупларĕ. БАБ. Хăй ăшне лап хупласа илчĕ. См. яр. Шорников. Лап хуратăп (какое-то выражение в игре в камешки, шакла). Янш.-Норв. Уяр! уяр пулать пулсассăн, вĕл вĕçсе кай; çăмăр çăват пулсассăн, лап (лап, п неозвонч.) ӳк. || Как раз (сильнее, чем лăп; выраж. неожиданность). N. Çав капкăн çапнă кашкăр умне лапах тухрăм. 93 çул, 24. Çимуртен лап çав чирлĕ çын патĕнче пулнă. Пшкрт. Холара лап пĕр эрне порăнтăм. КС. Эп вăл çитнĕ çĕре лап çитрĕм. Я как раз прибыл к его приходу. N. Çирĕм тăватă сахат хушшинче çĕр лапах пĕрре çаврăнса çитет. Регули 1350. Лапах выртать. Лапах йорать. || Совсем; точно. Чăв. й. пур. 23. Çав усрама илсе ӳстернĕ ывăлĕ ăнсах кайман, шап лап ăслах мар Сятра: хы̆нџа-ш̚и лап ŏжŏтсак jарат? Когда же будет совсем (понастоящему) тепло? О сохр. здор. 49. Аша пирĕн е лапах пĕçерсе, е ăшаласа (шарку туса) çиеççĕ. N. Хăлха лапах питĕрĕнсе ларать. || Точь-в-точь. Якейк. Лапах охмах эс. Ib. Эс лапах пирн ялти „Петĕр: калаçса колни та, йорлани та, ташлани та, сан çиллӳ те оннешкелех (как у него). || В самом деле. Хорачка. Лери халăх калат: верно, конта порнса, лапах конта порнсаç кусам, тет. || Шибач. Лапах польчĕ. Оказалось совершенно верным. СПВВ. ТА. Лапах-и? = Чăнах-и? (т. е. правда ли это?).

лапам

(лабы̆м), то же, что лапам. Эпир çур. çĕршыв 20. Мал енелле выртакан хире „Ял-çум-пусси“ теççĕ. Çак хир çурри çӳлте, çурри лапăмра выртать.

лапăштат

хлябать. || Шляться. Ск. и пред. Мĕн çитмен-ши ухмаха, упăшкине вĕлерме, çак Сетнерпе вăрманта лапăштатса çӳреме!

лапăштаттар

понуд. ф. от лапăштат. Орау. Çак пысăк калушах тăхăнса, лапăштаттарса кайса килес-им? Разве прошлёпать (т. е. сходить туда) в этих калошищах? N. Йăван, кĕсре çине каялла утланса, лапăштаттарса хуларан тухса кайнă. (Сказка).

лапсăркка

лохматый, мохнатый, косматый; с пушистой листьвой или хвоей. ЧП. Пирĕн йытсем лапсăркка. Сред. Юм. Пит лапсăркка çăмлă сôрăхăн çăмĕ нăмай тôхать. Ib. Пирĕн пĕр сôрăх пит лапсăркка (с длинной шерстью). Çĕнтерчĕ 11. Лапсăркка калпаклă пуçне кантăкран (в окно) чиксе пӳртелле (в избу) пăхать. Виçĕ пус. 25. Çак курăксем, хăйсен лапсăркка, вăрăм тымарĕсемпе пĕтĕм пусса хупласа илсе, ытти курăксене тăнчах (совсем) пĕтереççĕ. Изамб. Т. Çула лапсăркка пуçлă çăка пит илемлĕ. N. Вăл пысăк, лапсăркка пулнă. Юрк. Лапсăркка çилкелĕ, с косматой гривой. О сохр. здор. 116. Пирĕн унта ĕçченĕ чухне лапсăркка, вăрăм, сарлака аркăлă-çанăлă тумтир тăхăнма кирлĕ мар. Ал. цв. 9. Темиçе тĕрлĕ чечексем ӳсеççĕ: пĕринчен-пĕри илемлĕ, лапсăркка, тутлă шăршăллă. Ст. Чек. Лапсăркка – нумай çулçăлă йывăç. || Неряшливый, плохо одетый; растрёпа. Орау. Ку карчăк пĕр лапсăркка кинĕпе тек мухтанса çӳрет (хвалится своей неряшливой снохой). Ст. Чек. Лапсăркка çӳрет. Ходит растрёпанный. N. Вăл чирлĕ, лапсăрккаскер, çын тăрăх (по людям) сĕтĕрĕнсе çӳрет. Сред. Юм. Пĕр лапсăркка матка (баба) иртсе кайрĕ хăй пирн пӳрт пуçĕнчен (не праворная). || Поврежденный (напр. о дереве). Янза-к. (Цив. р.).

лар

ларь (на мельнице). Н. Седяк. Орау. Лар – хăмаран тунă çăнăх хумалли пысăк арча. Ст. Чек. Кутлартан (см. арман) анат унта пăри тĕшĕ. (Аптиркка). Алгазино. Килĕр-ха, çак çăнăх ларне кӳртер! Изамб. Т. Тырра арманта пĕрмене хываççĕ. Унтан тырă, чул айне юхса анса, çăнăх пулса, лара юхса тӳхат. Юрк. Çăнăх пĕтсен, лар тĕпне шăлса илсен, тырă пулмас. Ст. Шаймурз. Кӳлĕ варринче пĕр лар ăшне кĕрет те, ача та ун хыççăн (за нею) кĕрет, тет. (Сказка).

лар

садиться; сидеть. В. С. Разум. КЧП. Ку çын лармасăртарах тăрать. Чуратч. Ц. Пукан çине (на стул) ларчĕ те, каçчен те тăмарĕ (просидел, не вставая). Артюшк. Вакона ларма вăхăт. Пора садиться в нагоны. N. Пĕр ларсан, тахçанчченех ларать вара. Если сядет, то сидит очень долго. Сред. Юм. Лар килте, кôтна хĕссе! Сиди знай дома! N. † Ларас тăрас саккине ука сарса хуччăр-и; выртас-тăрас выранне тӳшек сарса хуччăр-и. Çĕнтерчĕ 51. Паян ларас-тăрас килмест. Сегодня не хочется ни сидеть, ни ходить („стоять“). N. Мăн кĕрӳ пуринчен мала ларать, эллине сăра курки тытать; вара вĕсем виçĕ тапхăр тăрса лараççĕ; виççĕмĕш тапхăр тăрсан, сĕтел хушшинчен тухаççĕ те, каччин ашшĕпе-амăшне малти сак çине лартса, вĕсен умăнче икĕ тапхăр çаврăнаççĕ, виççĕмĕшĕнче пуççапма лараççĕ. N. Пĕр çулччин киле урапапа çунапа ларса кĕмест, анаçĕне (= ана çине) ларса кĕмест-тухмасть (молодушка). Б. Яуши. † Лаши лайăх, çуни лайăх лараканĕ çук. Юрк. Ун çумне кĕрӳ çуммĕн лараканни ларать. Юрк. Эпĕ, патша пулсан, ялан çапла кăмака çинче ăшăнса кăна ларăттăм. Ib. Икерчĕ çиме ларсан та, каллех çапла: ех, тет, эпĕ патша пулсан, яланах çапла çуллă икерчĕсем анчах çисе ларăттăм! тет. Сред. Юм. Ĕçессе нăмай та ĕçмен пик полчĕ, ларнăçĕм пôсать (постепенно пьянеешь) полас, ôра çине тăрап та, тайкалана тăрап. Чăв. й. пур. 23°. Хăй халĕ суккăр ларать ĕнтĕ, ниçта та тухаймасть. Регули 3. Вăл ĕçлеме ларать. Он садится за работу. N. Пит аван шыв хĕринче мĕлле пăр катăксем пĕр-пĕрин çине хăпара-хăпара ларса, каллех йăтăна-йăтăна анса кайнине пăхса тăма. || СТИК. Ларайман, ларса çитеймен, картне ларман (т. е. глупый). || Йӳç. такăнт. 52. Пурте кулаççĕ. Кĕркури, çиленсе, пуçĕпе сулкаласа, лара-тăма пĕлмест. Копăрла. † Ларас-тохас лайăх полтăр. Чтобы было хорошо с нею (с женою) выехать. Орау. Хăй ларса канимарĕ ĕмĕрĕнче (работала, не покладая рук). Туперккульос 25. Пӳртрен тухмасăр ларса ирттерсе, начар ӳсет, шурăхса каять (бледнеет). Сĕт-к. † Тантăш çони хора çони, ларса чопма шанчăклă. (Çăварни йорри). || Сидеть в тюрьме, под арестом. Альш. Елшелин хуралçисем кайса та лармаççĕ (не сидят в арестанской), ӳретникрен те хăрамаççĕ. Орау. Паян тăват тутара сут турĕç, тăватăшне те лармалла турĕç. Сред. Юм. Ларма кайнă. Пошел сидеть (в кутузку). N. Тĕрмере ларакансем, е персе вĕлернĕ çынсем хушшинче темĕн чухлĕ пĕр айăпсăррисем те лекнĕ (в 1906 г.): вилччĕр, ларччăр... тенĕ пек тăваççĕ. || Быть п. заседателем. Орау. Паян тăват тутара сут турĕç. Манăн тăватăшне сут тунă чухне те лармалла пулчĕ. || Сидеть на посиделках. Изамб. Т. Хĕлле хĕрсем ларма çӳреççĕ. Зимой девушки ходят на посиделки. Альш. Пĕр-пĕрин патне ларма çӳремелле. || Гостить (о девушках). N. † Ларма килнĕ хĕрсене алă çинче вылятрăм, ларма килнĕ хĕрсемпе хытăрах выльăр, ачисем! ЧП. Ларма пырăп. Сред. Юм. Ларма кайнă (девушка пошла, поехала в гости к родственникам). || Справлять (о некот. обрядах). Ст. Чек. Вара кĕрешченке кунĕ каçпа хĕр сăри? лараççĕ. || Сидеть в старых девах. О сохр. здор. Вăл тĕлĕшрен чăвашсен йăли пит аван: вĕсенĕн хĕрĕсем çирĕме, çирĕм икке çитсен тин качча каяççĕ; çирĕм пилĕке çитичченех ларакан та пулать вĕсен. Янтик. † Пиреех те çырнă çын ачи лартăр халĕ çулĕ çитиччен. || Сидеть на яйцах (о наседке). Ст. Чек. Ларат (чăхă ларат). Сидит на яйцах. Альш. Чăхă ир ларсан, тырă пулат, тет. (Примета). || Стоять, находиться (о вещах и предметах). N. Чăматан ларат. Стоит чемодан. N. Карташĕнче вăрманти пек курăк шăтса ӳссе ларнă. ЧП. Çеçен хир варринче пĕр хурăн, лартăр-а хирĕн илемĕшĕн. Янш.-Норв. Пирĕн çумра (рядом с нами), йывăç пахчинче, пĕр кĕлет ларать. ЧС. Темĕн чухлĕ пичке ларать. Стоит много бочек. N. Унта пилĕк мишукпалан çăнăх ларнă. Там стояло пять мешков с мукой. N. Чӳрече çинче кăкшăмпа (в кувшине) шыв ларать. N. Улăм урисем темĕн чухлĕ лараççĕ. N. Вăрман ларать сип-симĕс. N. Тепĕр пуçĕнче тутлă шерпет ларат, сим-пылпа тутлă шерпет хушшинче ылттăн тарилкке ларат. Орау. Ку шыв пӳртре виç сахат ларнă. N. Тинĕс патне çитсен, тинĕсре пĕр карап ларнине курнă. Ядр. † Эпир çăварни чупнă чух ларан-йывăç хумханать, выртан каска тапранат. Могонин. Ларан йывăçа хоппине сӳсен, мĕнле хăрса каять, çанашкал çав çын хăртăр, тет. N. Ăçта-килчĕ-унта хупахсем, хытă курăксем унта-кунта ларатчĕç. Торп-к. Урапи чупмаçть, тет, пĕр вырăнтах ларать, тет. Орау. Ку йăвăçăн тымарĕсем çирĕп халь, нумай лармалла. Дерево крепко держится на корню. Тогаево. Онччен те польмин, пĕр пысăк икĕ хутлă пӳрт лара парать. Эпир çур. çĕршыв 15. Ту вĕçĕнче чылай аслă униче (укăлча) выртать. Кунта, хапха патĕнче, ял юпи ларать, халăх пӳрчĕ ларать, вут сӳнтермелли машшин, пичĕке, пакурсем, тата урăх хатĕрсем лараççĕ. || Остановиться (в движении). Орау. Армансем ларчĕç (иногда говорят: шыва ларчĕç). Мельницы (водяные) остановились (стали) от половодья. || Устояться (о пиве). Якейк. Пирĕн сăра ларсах çитмен-хе (не устоялось после процеживания; дрожди еще не сели на дно). || Осаждаться. N. Хăйăр тырă акас вырăна та ларать, çарана та ларать. || Широко задевать основанием. Орау. Суха-пуç ытла ларса пырать, ăнмарĕ („купташки“ своей выгнутой поверхностью задевает за землю. Зависит от неудачной установки сохи). || Лежать (о вещах). Çăкăр кăмакара ларат (но: çăкăр сĕтел çинче выртат). || Находиться (о корнях растений). N. Темĕн пысăкĕш йывăçсен те тымарĕсем çиелтех лараççĕ. || Упасть (о стреле). Абыз. Ухă çав старикĕн пӳрт çине ларнă. N. Йывăç юппине (на развилину дерева) юр ларнă. || Садиться, становиться плотнее. Орау. Çуркуннехи çăмăрпа çĕр ларать, теççĕ ваттисем. || Замерзать (о реке и пр.), о ледоставе. Альш. † Çерçи чак-чак тăват-çке, Атăл пăрĕ ларат-çке. АПП. Сивĕ енчен çил вĕрсессĕн, Атăл ларнине çавăнтан пĕл. || О снеге. Девлезеркино. Юр ларчĕ. Снег сел (осел). || Выправиться (о вывихе). ЧС. Ĕнтĕ, кин, ачун алли ларчĕ. N. Нумайтарах, ĕçлесен унăн алли-урисем каллах хытса ĕлĕкхи вырăна лараççĕ. || Отзываться, вредить. Изамб. Т. Лашана кĕçĕнтен йывăр турттарса çӳретсен, лашан куçне ларат (ослабеваег зрением), теççĕ. N. Ытлашши çийӳ чире ларать. || Осесть (о строении). Альш. Пӳрт ларнă ĕнтĕ пирĕн (осел). || Иваново. Урай хăмисем, никĕс пĕренисем, тата кăмака ларса юлнă (остались без осадки). || Сесть (о материи). Трхбл. Брюки ларнă. Брюки сели. || Оседать. Туперккульос 4. Çын çăварне, сăмсине ленкеççĕ, кăкăра лараççĕ, тĕрлĕ май çын ăшне ленкме пултараççĕ (бактерии). || Загрязниться. АПП. † Сакăр тиртен çĕлетнĕ сар кĕрĕке кирĕк лармĕ, тесе, пĕлтĕр-им? В. Байгул. † Çуса çакнă шур сурпанне кирĕк лармас, терĕç пуль. || Увязнуть, застрять. О сохр. здор. Е, апат çисен, шăл хушшине пĕр-пĕр япала ларса юлса çĕрсе тăрать. Кума-к. Эпĕ лапрашне (= лапра ăшне) антăм-лартăм (вдруг очутился в грязи, в топком месте). Шурăм-п. Филип сурăх хыçĕнчен чупрĕ, анчах ури пылчăка ларнипе кайрĕ-ӳкрĕ. Чув. пр. о пог. 304. Пăр ларса йолсан, çул йывăр пулать. Если лед останется (на берегах), год будет тяжелый. || Заходить (о солнце). N. Хĕвел анăç хĕрелсен, пĕлĕте ларсан, çăмăр (тăман) пулать. || Прибавлять (ветви, коленца). Альш. † Мĕшĕн кĕрлет-ши çав хăмăш? Сыпăкран сыпăка ларасшăн. Ib. † Мĕшĕн шавлат-кĕрлет çав вăрман? Туратран турата ларнă, тет, çав вăрман. Карабаево. Улма-йывăççи çеçкене ларса иртнĕ. || Закалеть. Ст. Чек. Çăккăр вут начар хутнипе (от плохой топки) пиçеймесĕр ларса каят (около нижней корки тесто уплотняется и не пропекаетcя). || Заниматься; служить. Туперккульос 18. Пĕр туперккульос чирĕ çинче кăна ларакан тухтăр çав чир çинчен, çĕнĕ япаласем мĕн тухнине (напр., открытия в области медицины) пĕтĕмпе пĕлет. ГТТ. Ача-пăчапа пурăнакан çынна, ку ĕç (литературная работа) çинче кăна ларсан, пурлăх тĕлĕшĕпе хĕнтерех пек (трудно с экономической стороны). Орау. Кунăн çĕрĕн хут çинче ларакан çын шурса каять (бледнеет). Образцы. Ай-хай, хĕрлĕ чĕрем, çутă сăнăм, шур хут çинче ларса шурăхрĕ. Истор. Ялан ĕç çинче ларса, тата ытларах сывăмарланнă. N. Çирĕм пилĕк çул тиякра ларчĕ. N. Вăл ĕç çинче лармаççĕ вĕсем. Они этим делом не занимаются. Яжутк. † Пуртă тума тимĕрç çук, тимĕрç ларма çырма çук. || Расположиться, расселиться, поселиться. Юрк. Тинĕс хĕрринче ларакан хула. Ib. Эпĕ пурăнакан савăт (завод) пит аван çĕрте, çаранта шыв хĕрринче ларат (расположен на берегу реки). Янших. Б. Сăр шывĕ хĕрринче ларат (город). Юрк. Чăвашсене ытти çынсенчен уйрăм ялсемпе ларма хушнă. Демид. Пурăнсан-пурăнсан, кун патне таркăнсем, вăрăсем килсе лара пуçларĕç, тет. || Приставать, прилипать. Орау. Тĕмпек (ял) тăнĕ (глина) лармаçть (т. е. не держится), умпа кăмака шăлма юрамаçть урăх. Якейк. Ларать = çыпăçать. Ib. Кăçалхи пак çор аки тума çăмăлне корман: пĕре те лармаçть. Ib. Хăш çол çĕртме тунă чохне те ларать (= тăпра соха тимĕрпе калак çомне çыпăçни). Ib. Олăхри аная тунă чох ларса пăçлар, аран туса пĕтертĕм. КС. Суха-пуç ларать (накопляется земля, и она плохо пашет), вара ăна карлавпа тĕкеççĕ. || Приставать, останавливаться где-либо (о пароходе и т. п.). N. Çак пăрахот Шопашкара (-ра) ларать-и? Пристает-ли этот пароход в Чебоксарах? N. Пăрахот Шопашкарта лармарĕ. Шурăм-п. Халĕ Кĕнер-вăрри çыннисем чухăнланса кайнă. Пăрахут тахçанах ларми пулнă. Альш. Пулăçăсен киммисем лараççĕ унта. || Обходиться, constare. N. Мĕн чула ларчĕ? Во что обошелся (о цене). N. Хаклă çĕр илекене пит хакла ларать. || Получить убыток. Орау. Халь çăмартана кайсан, аллă тенкĕ ларнă, тит. || Остаться, проиграть (в картах). Сред. Юм. Кама ларчĕ? Кто остался? (во время игры в карты). Янш.-Норв. Лартăм. Я проиграл (в шашки). || Обмануться. N. Лаша илесси пит пысăк ĕç, ларасси нимĕн те мар (очень легко). || Находиться в сохранности, храниться. Полтава. Ăçта мулсем ларнине (где скрыты клады)... || Глохнуть (об ушах старика). ГТТ. Манăн хăлхасене ларнă çав ĕнтĕ, илтми пултăм. || Выходить (об урожае). О земл. Çĕнетнĕ çĕр тырра ĕлĕкхи пекех çимĕç парса тăрать, вара унта тырă аван ларакан пулать. Ib. Хура тăпра çинче малтан урăх япала хушмасан та, тырă аван пулать; анчах кайран-кайран вăл çĕр çинче те тырă ларми пулать. Альш. Кăçал тырă начар пулчĕ те, анара пит нумай пулнинче саккăршар урапа, унтан вара чухрах (похуже) пулнисенче пилĕкшер, ултшар урапа ларчĕ, теççĕ. Сорм-Вар. Ахматяк калать (медведю), тет: кашни çапмасерен (= çапмассерен) пĕр пăт çу ларать (каждый раз, как ты меня стукнешь молотком, на мне наростает пуд сала), тесе калать, тет. || Накопляться. О земл. Выльăх айне улăм сарсан, навус ытла лармасть. || Юрк. Шыва лар, быть затоплену водой. || Об обычае созывать знакомых к умирающему. ЧС. Анне вара пиччене атте çинче ларма çынсене чĕнтерсе килтерчĕ (велела позвать). N. Çын çинче ларни. || Доходить, попадать. Яргейк. Урпа утмăл кунта кĕрекене ларать, теççĕ. || Наступать. КС. Кĕр ларчĕ. Наступила осень. (Хĕл ларчĕ, но: çу килчĕ, çур килчĕ; Орау. Хĕл ларсах каять-и ĕнтĕ? Неужели уж так рано начинается зима? || Оказать действие. N. Ăна ларнă. Оказало действие на ум. || В качестве вспомог. гл. Сятра. Сан пит çине мĕнешкел (мэ̆нэ) моклашка токса ларса? N. Курăксем ĕнсе ларчĕç (выгорели от зноя). К.-Кушки. Эпĕ пĕрре шыв хĕрринче нуммай çĕрле пулă тытса лараттăм. Однажды поздно ночью я ловил на речке рыбу. Виçĕ пус. 17. Тăваттăмĕш çулне çĕрте курăксене кирлĕ япаласенчен виççĕшĕ тăнчах пĕтсе ларать. Ib. 19. Пĕр çын, ашшĕ амăшĕсем вилсен, ниме юрăхсăр хăйăрлă çĕр хуçи пулса ларнă. Кан. Мунчине вара шыв тухса ларнă. Яхать-Ошкăнь. Тар тохса ларать. Выступает пот. Букв. 1886. † Сĕт-пыл тулса ларинччĕ (см. сĕт пыл). Альш. Кас çĕнĕ пулса ларчĕ хайхи. Обстроился снова (после пожара), обновился (квартал). Ib. Пăхатăп – тиенсе те ларнă пирĕн лав (нагрузился). Яргуньк. Пуç тăрисене (на головах у них) улмуççисам шăтса, çитĕнсе, улмисем те пулса ларчĕç, тет. Синерь. Вăл, шаларах (дальше в воду) кĕрсе, хулне чăссĕр (= чăсрĕ), тет те, хулĕ сыпăнса ларса (обрубленные руки снова наставились), ачисене (своих детей) тытрĕ, тет. Сунар. Сăрт ĕлĕкхи пекех хăйне хăй хупăнса ларнă (холм закрылся снова сам собою). Орау. Вилнĕ çын чĕпĕтним сана, пĕтĕм çан-çурăмăнта, аллу-урусенче кăвакарса ларнă вырăнсем (синяки) пур? Ib. Сĕтел çинче ламппи çунса ларать (горит). N. Кам хăй валли инкек-синкек шыраса çӳрет, çав ăна чăнах та тупса ларать. БАБ. Эпĕ пăхрăм пек те, пĕр хуран сăмала вĕресе ларнине куртăм пек (во сне). N. Ĕлĕк вăл (это) çын ячĕ полнă, онтан сомах полса ларнă (стало нарицательным именем). СВТ. Çитменнине тата шатра чирĕнчен кайран (после оспы) нумайĕшĕ, чĕлхе çĕрсе, чĕлхесĕр пулса лараççĕ. N. Хăй пурăннă кун-çулĕнче пĕтсе, çĕрсе ларнă çĕртен пире çутта кăларчĕ (он). Пшкрт. Вырăсла пет йосон соляма (очень хорошо говорить) вĕренсе лартрăм (или: лартăм; научился). КАЯ. Ĕнер Тумия урнă йытă тулланă; урмалла-мĕн пулсан, мĕн курса ларас-ха! (что станем делать). Трахома. Тата пĕрер çул иртет те, хай сирĕн пĕлĕшĕр суккăрах пулса ларать. В. Олг. Онăн учĕ перĕн тырă çине вĕренсе ларса (повадилась). Изванк. Пирĕн пӳртре, ăçта кирлĕ унта (где ни попало, везде), çуртасем çунса лараççĕ (горят). Панклеи. Сĕрсенех (как только помазала), ачана ӳт илсе ларчĕ (наросло тело). Ib. Вăл пыркаласан-пыркаласан, çол йăлтах пĕтсе ларат (дорога кончается). Синерь. Кăмакара этем аш вĕресе ларать, тет. (Сказка). Кан. Çап-çуттăн курăнса, каллех тĕттĕмленсе ларчĕ. N. Тата темиçе анпар (так!) тырă туллиех тулса ларнă, тыррисем алăкĕсенчен тулалла юхса ларнă (сыпался), тет. Цив. Шыв тӳрех пӳрте кĕрсе ларчĕ. Вода сама вошла и поставилась в избу. N. Хайхи салтак тухрĕ; как тухрĕ, хайхи çутă сӳнсе ларчĕ. Никит. Питне-куçне хĕп-хĕрлĕ шатра пекки тухса ларчĕ. Ib. Лешĕ кушак-мĕн пулсан, ăна патакпа шаккаймалла-мĕн, вара вăл каллах çын пулса ларать (превращается в человека). N. Анса лар, спуститься; закатиться (о солнце). N. Чунлă япаласем çумне çыпăçса лармашкăн е çекĕлсем, е тăрăнмалли сăмсасем, е чĕрнесем ӳссе лараççĕ (у растений). N. Тепĕр куна хăварсан, вăл хытса ларать те, кирпĕч çапма хĕнтерех пулать. N. Çамрăк арăм çапла пулса ларнинчен пĕтĕм ял тĕлĕнсе, ăсран-халран кайнă (изумилась). Сборн. по мед. Пĕтĕм çан-çурăмне шатра тухса ларать. Абыз. Çĕлен çапрĕ те, Иван пакăлчак таран анса ларчĕ (в землю). Синьял. Турипе сулчĕ, тет те (он махнул гребнем), тинĕс пулса ларчĕ, тет. N. Вĕсемсĕр пуçне хула та пулса ларас çук (не оснуётся). N. Куçса лар. N. † Килкарт варнчи çармăк хорĕн (= хурăнĕ), кăçал касман полсассăн, ватăлсах ларĕ, терĕр поль. N. Мучи куçне шур илсе ларĕ. (Карнăк шăнни). У старичка сделается на глазу бельмо. (Замерзание окна).

ларт

понуд. ф. от гл. лар. N. Эп сĕтел çине (на стол) ларас теп.– Эп сана лартăп! (я тебе дам – сяду!). Ст. Яха-к. Ун чухне лаша пурри ача-пăчасене ним парса та пӳртре лартаймăн (их не удержишь дома). || Сажать. Ст. Чек. Çĕнĕ çул кунĕ чи малтан килекен çынна минтер çине (на подушку) лартмасан, чăхă лармас (курицы не будут сидеть на яйцах), тет. Актай. Ылттăн тупăка юман тăрăнчен илсе анчĕç, тет. Куна урапа çине лартрĕç (поставили), тет те, килнелле кайрĕç („Ларт, посадить и положить. В последнем случае употребл. только тогда, когда выражают бережное обращение“). Альш. Чим-ха, ав çав хĕвеланăç енчи пĕлĕт кунтарах килтĕр-ха, çавăн çине лартса ярам эп ку пукана. N. † Ларма килнĕ хĕрсене лартса ярас (отправить домой на лошади) терĕм те, лаши килте пулмарĕ. Ст. Чек. Уллах сăри курма пыракансене лартса (усадив) ĕçтереççĕ. Якейк. Эп паян вонпилĕк çăмарта çине чăх лартрăм. Орау. Мана лартса çӳрĕр-ха, мана лартса кайăр-ха! (везите, повезите, т. е. повозите, покатайте). Ib. Ĕлĕк хула хӳми тунă чухне чăн малтан тĕл пулнă çынна хӳме айне лартнă (закапывали), тит (не у чуваш). || Ставить, поставить. N. Кĕперĕн тепĕр енне пĕр шальçа (кол) лартса, ун çине шур явлăк (платок) лартса хăвараççĕ. Яжутк. Иван, киле çитсессĕн, паршисене (баржи) шыва лартса хăварчĕ, тет, хăй киле кайрĕ, тет. N. † Хура вăрман хыçне капкăн лартрăм, юртса пыран хĕрлĕ тилĕшĕн. Вишн. 73. Пусă патĕнче (у колодца) выльăх шăвармалли вăлашка тусан, ăна пус çывăхне лартас пулмасть. Юрк. Арăм, балыка (рыба) мĕшĕн кунта кӳрсе лартмастăн? Ib. Кирлĕччĕ малтан çуне кăмакана лартса ирĕлтерме. N. Наччас сăмаварне лартса ярас-им? (т. е. поставить и как бы предоставить его самому себе). Скотолеч. 12. Каçпа лаша патне каткапа шыв лартса парас пулать. N. Халĕ тин тасатрĕ (вымыла), епле сирĕн пек çын умне çумасăр лартатăн (поставишь немытые), тет. Истор. Лавне çул çинех лартса хăварса. Кан. Икĕ уйăх хушшинче виçĕ чăвашла спектаккăль лартрĕ. || Варить пиво. Альш. Арăмсем килте сăра лартаççĕ, сăра юхтараççĕ. Ала 82. Вăтăр пичке сăра лартрĕç, тет, тата пурин пуçне (на всех) пĕр пичке турĕç, тет. N. † Марье ухмах, хăй ухмах, хăй ухмах, уллах сăри хăй лартать, хăй лартать. Никит. † Улюн ухмах, хăй ухмах, куршак сăри хăй лартат. Альш. Амăшĕсем вĕсене пĕр çич-сакăр витре пек (приблизительно) çăра сăра, лайăх сăра лартса параççĕ. || Остановливать. Орау. Ваконсем лартакан çĕртĕ. В том месте, где останавливаются вагоны. || Поставить отметку (балл). Янтик. Сана миçе лартрĕ уччитлĕ? — Тăваттă! Сколько тебе поставил учитель? – Четыре! Орау. Сатачшăн виççĕ лартрĕ. По арифметике поставил три. || Посадить (дерево). В. С. Разум. КЧП. Хаçат çине çапрĕç: йăмра лартмалла, тесе. Çынсем пуплеççĕ: лартакан лартĕ, эпир лартмасан та, тесе [кто хочет — посадить,— и без нас дело обойдется(!)]. О сохр. здор. Урам хушшисене час ӳсекен йывăçсем лартса тултарас пулать. || Вставлять. СКАЗЗ 30. Чӳрече касса, алăк лартаççĕ. || Наносить (нанос и т. п.) Альш. Кăçал лартса хăварнă туйăн çине (на иле, на наносе) кăçалах курăк тăтса, темĕн çӳллĕш ӳсме тытăнать. Баран. 96. Тĕлĕ-тĕлĕпе (на дороге) юр лартнă; ура пуссан, хăш чух ана-ана каять. || Выправить вывих или перелом. Ст. Чек. Лартнă (сикнĕ алла е урана лартаççĕ). Магн. М. 12. Ора-алă хоçăлсан, лартакан, костоправ. || Impigere; всадить (топор). Альш. Пуртă тăршипе (ты̆ржибэ) пуçран лартăпин!.. Смотри, если я ударю обухом по башке!.. Ишек. Ачи пуртă илнĕ те, тӳрех упа çамкине лартнă. Хора-к. Никам та хой (= хăй) порни çие (= çине) портă лартмаçть. (Послов.). || Насадить на что. N. Ват çынсам похăнчĕç, патак тăррине косарсам, сăнăсам лартса, карĕç онта. Ой-к. Вара хай çĕлен Ивана хӳрипе çавăрса çапрĕ те, Ивана пилĕк таран (по пояс) антарса çĕре лартрĕ, тет. || Надевать. Ст. Айб. Пуçне (на голову себе) лайăх çĕлĕкне лартрĕ (старик). Кан. Хăшпĕр чух (иногда) мулаххайне те тӳнтерле е хăяккăн лартса ярать. || Устраивать свадьбу. Н. Седяк. Унтан вара хăтапа хата туйсене кăçан лартассине шухăшлаççĕ. Ib. Арçын туйне, хĕр туйне кăçан лартассине шухăшлаççĕ. Ск. и пред. 72. Тантăшăмсем пухăнсан, кĕçĕр туйне лартмалла. Альш. Çураçса, килĕшсе, лартса илсен, хĕрсем кунта хаклă. Ск.и пред. 72. Хĕвел ансан, каç пулсан, паян туя лартаççĕ. См. ib 73, 74. || Кипятить (самовар). N. Самавар ларт (у нек. хур). Поставь самовар. См. самавар. || Построить. Регули 752. Çак пӳрте номай полмаçт (недавно) лартрĕç. N. Хăш-хăш çын арман айне, арманне лартнă чух, ача чĕрĕлех лартаççĕ. (сажают). || Приделать. Ск. и пред. 12. Икĕ юплĕ хăрăкран ура лартрăм кĕсрене. || Обыграть. Янш.-Норв. Лартрăм (в шашки). || Обянуть, „надуть“, „обдуть“. Календ. 1904. Нумайĕшĕ лашапа лартнипе мухтанаççĕ, çынсем те вĕсене айăпламаççе (обман при продаже лошади). Ск. и пред. 43. Вăл мĕн те пулин халăха лартса, эрех ĕçмелли сăлтав (повод) тупасшăн. N. † Пирĕн кас каччи пит чее леш кас хĕрне лартмашкăн. Орау. Тĕлĕк (сны) мана лартать вăл. || Лгать. СПВВ. КМ. Лартатăн = суеçтеретĕн. N. Эпир пĕрре, хамрăн телей пулман пирки, ачасене çапла лартрăмăр (налгали). || Выпить. Орау. Çук, лартасах пуль ача, темĕскер пыр шăтăксем () пĕтĕмпех типсе ларчĕç ман. || Corie. Якейк. || В качестве вспомогат. гл. СТИК. Вăрра йывăç çумне çыхса лартрăмăр (привязали к дереву). Ib. Иккĕн-виççĕн тытăнчĕç те, ман алă-урана çыхрĕç-лартрĕç. Ib. Пĕрре хĕлле сивĕ шыв ĕçрĕм те, пĕр кунтанах хайхи эп сасăсăр пултăм-лартăм. Толст. Хырăмне çĕлесе лартрăмăр (зашили, собаке). П. Патт. 24. Шапи çăварĕпе (хулă) варринчен çыртса лартнă (mordicus apprehendit). Микушл. Вăрă кĕрсенех, ача пуртă илчĕ, тет те, алăка питĕрсе те лартрĕ (запер), тет. Урмай. Çĕлен Ивана хӳрипе çапрĕ, тет те, чăркуççи таран антарса лартрĕ, тет. Яргуньк. Çын чăнахах та упана çыхса лартрĕ (связал), тет. С.-Устье. Унтан кайран салтак, анса, сарай алăкне шал енчен çаклатса лартрĕ, тет. N. Вĕсем вара киммисене иккĕшне те çыран хĕррине кăларса лартнă. Изванк. Вăсем çын ăрама тухнине те кураймаççĕ, çынна та çиччас пăсса лартаççĕ (испортят). В. Олг. Ашшĕ колсарчĕ (= кулса ячĕ); хай омлаççия варинчен çорчĕ те, тирсе лартрĕ лайăх омлаç торатне; хошăкне сĕрсе лартрĕ самаскăпа, çыхса лартрĕ тоттăрпала. СТИК. Çанталĕк шăнтса лартрĕ (заморозило). N. Лашине чул юпа туса лартрĕ, тет. Лошадь его она обратила в каменный столб. (Срв. Сысна Иван лашине те, чул юпа пулнăстерне (так!), ĕлĕххин пекех лаша туса тăратрĕ, тет.) Абыз. Хĕр пӳрте кĕчĕ те, питĕрсе лартрĕ; старик çӳрерĕ-çурерĕ те, вилчĕ. Изванк. Çав касхине пӳрт чӳречисене питĕрсе лартрĕç (заперли). Т. VII. Çав патакăн пĕр пуçне (конец) шăтарнă, тет те, каллех питĕрсе лартнă (опять заделан), тет. Пшкрт. Порняма алăк хошшине хопса лартрăм (прищемил). Панклеи. Хĕр тӳрех (тотчас) алăка çаклатать-лартать. Полтава. Авалтанхи ĕмĕте (замысел) туса лартам хăль, тесе. Б. Яуши. Алăкне вăрă кĕрсенех питĕрсе лартрĕ, тет. Ердово. Хăш çул, шыв нумай чух, шыв хĕрĕнчи ялсене те шыв илсех лартать (совсем заливает). Якейк. Çанталăк сивĕтсе лартрĕ. Наступила совсем холодная погода. Совсем студено стало. Панклеи. Йăван хорăна вĕренпе кокарчĕ те, çичĕ çолхи ола кĕсрене кӳлсе ларттĕр (запряг). М. Васильев № 3,1. Соха тăвакан çын çакна (его) хĕрхенсе порăкпа хопласа лартать (покрыл). Кратк. расск. 22. Тулли хутаççисене ашакĕсем çинчен çĕре антара-антара лартнă. Букв. 1886. Пĕр каçхине пирĕн, тукăнпа (с ободьями) Чĕмпĕре каяс тесе, тиесе лартрĕç. Ib. 1904. Çӳлтен çăвать, аялтан шăла-шăла лартать (задувает мятель). N. Сăмавара крант çыпăçтарса лартрĕç. К самовару приделали кран. Сятра. Серете çуса лартрăм. Я вымыла пол. Ib. Шотласа лартрăм. Я решил. Кан. Çурт çийĕсене пĕтĕмпех витсе лартаççĕ. Ib. Вăт, куçа шур (бельмо) илсе лартрĕ. Пир. Ял. Чул кăларнă хушăра сасартăк çыран ишĕлсе аннă та, Арçенти Егорăва аяла туса лартнă (завалил). N. Чоаш кĕрĕкĕ тăхăнса лартнă (надел). N. Ĕçсе лартса (напился). N. Эсĕ чоашла лайăх вĕренсе лартса (выучился). Хорачка. Хырăн тотă — çисе лартса (наелся), ĕçсе лартса. N. Вăл пире темиçешер сехет юрлаттарса лартрĕ (или: лартатьчĕ, т. е. заставлял сидеть и петь).

Ласок

имя мужч. Панклеи. Çак Якорсань мочĕшех, Ласок.

лат

(лат), подр. глухому звуку от удара. Орау. Хыçалтан лат! тутарчĕ (палкой). Альш. Кушак, çиленсен, хӳрине çак çумне лат-лат! çапать. N. Çав хĕрсене хăвалаканнисем (погоняющие), хĕрсем туртаймасан, аллинчи япалисемпе латах тутараççĕ (при опахивании в „хĕр-аки“). Сред. Юм. Лаша чупна чôхне ôн кôтлăхĕ, çĕкленсе, лат, лат! туса, çапçа пырать. || Подр. густому треску дерева. Шорк. Сред. Юм. Кăш-кăш пӳленке (иное полено), портăпа лартсаннах, лат çиç тăвать („показывает самое действие и звук“). Ib. Каска пôканне пôртапа лат! лартрăм та, шар! çôрлайса тôхрĕ. || Подр. глухому звуку выстрела. Орау. Уйра, çанталăк пĕлтлĕ чухне, кăшт йĕпхӳ çунă чухне, пăшал сасси лат! анчах тăвать. || Подр. лопанью. Альш. Лат! турĕ, тет, лешĕн пĕртен-пĕр куçĕ те (лопнул её единственный глаз). || Подр. звуку, получающемуся при выправлении вывиха. ЧС. Туртсан-туртсан, манăн алă лат! – туса ларчĕ, вара алă тӳп-тӳрĕ пулса кайрĕ. || Сред. Юм. Сăра чӳлмекне пăртак çиç патакпа лектертĕм те, латах çôрăлса уйăрăлса кайрĕ. КС. Хырăмĕ латах сарăлса кайнă („от еды, если получилось нормальное расширение“). Срв. панк. || Подр. неожиданному action de s’asseoir. Сред. Юм. Кôчĕ çине тат! ларчĕ („Звук, когда человек неожиданно скоро приседает“). || Как раз, впору. Сред. Юм. Кô кĕрĕк мана хама çĕлетни пикех, латах ларать.

латă

(лады̆), то же, что лат. Шибач. Онта кайма пире латă килмеç. Ib. Пирĕн латă килмеç, окçа çок. Пшкрт. Хытлатăм-хытлантăм, ним латти те килмерĕ (неудача). КС. Унта кайма латти килмест (не рука). N. † Çынсен маткисем хушпупа, пирĕн маткасем тутăрпа, тутрисем те латти çук (плохие). Курм. † Çак çырлая килиса орам-аллăм латти карĕ, çийăм-пуçăм çине карĕ. Шорк. Ĕçкĕ ĕçнĕ латти полмарĕ. („Хотели хорошенько, как следует порядочным людям, попировать; справили было всё, что нужно, но пирушка не удалась: некоторых хороших гостей не было, иные скоро опьянели и свалились и пр.“). Ib. Ку томтирĕн ним латти те полмарĕ („не аккуратное“). Ib. Ку ачанăн ним латти те çок (капризничает). Урмай. Утти-тăрри латти çук (о челов.). N. Пӳрчĕ-çурчĕ латти çук (ни то, ни се, нет порядка). N. Шыранă латти çок. В поисках нет толку. N. Анчах (только) çаксенĕн (у них) çурчĕ-йĕрĕ латти çук пулнă (плох был), тет. (Сказка). Регули 135. Вăлсам поплени (попленисем) пре те латти çок (ничего не стоит). || Гало (приспособление для гнутья дуг, обозьев и полозьев). Хорачка. Топан аванă латă. Пшкрт. Айнă (= авнă) латă, топан (тоβан) латти.

лач

(лац, лач’), подр. шлепающему звуку брошенного или падающего предмета, а так же удара. Йӳç. такăнт. 6. Кашăкне лач! пăрахать те, тутине тăсса, алăк патнелле утать. Сĕт-к. Лапрашне (= лапра ăшне, в грязь) лач! персе антăм. Кан. Миххалка хăмла калакĕпе хурана лач! лач! тутарса хăмлине пăтратса илчĕ. Сред. Юм. Пылчăк çине лач! туса ӳкрĕ. („Звук при падении твердого предмета в грязь“). Ib. Пĕчик чôла пит ăшăх шывва пăрахсан, шыв лач! тăват (если поглубже, то „чапăрт! тăвать“). Ib. Пĕчик ача кочĕ çине лач! ларчĕ. ЧС Çĕре лач! тутарса сурчĕ (плюнул). Изамб. Т. Çăмарта лач! туса ӳксе çĕмĕрĕлчĕ (упало и разбилось). ЧС. Ӳлĕм çак яла килсен, выльăхăр ĕрчемесен, ман питрен (мне в лицо) лачах сурăр вара! Шорк. Пӳрт тăринчен лач! татăлса анчĕ те, аллине мăкăлтанă пăрахнă. Хурамал. Лач! суртăм = пысăккăн суртăм. Ib. Лач! туса ӳкрĕ (о падении мокрого мягкого предмета). Якейк. Саххăрни (-νиы) паломми (сладкое, мягкое, нежное яблоко) çĕре лач! персе анч (упало и лопнуло). СТИК. Кантăр тылланă чух лач, лач, лач! тутарса тыллаççĕ. Ib. Майрасем кĕпене кивес вырăнне лач. лач! çапаççĕ (колотят; то же и в Сред. Юм.). Ib. Шыв çинчи хумсем вăйлă çилте лач, лач! туса, çырма хĕррине пыра-пыра перĕнеççĕ. Сам. 79. Кулюç, чĕри тапранса, лачах ӳкет пылчăка. N. Лач, удар классным журналом по столу (плашмя). Кан. Унччен те пулмарĕ, хай çамрăк кăсйинчен темскер хутпа чăрканăскер лач! кăларса пăрахрĕ. || О сильном поте. Орау. Хам пĕтĕмпе лач шыва ӳкрĕм. Я сильно вспотел. || Плотно, крепко. Орау. Лач çыпçăн, пристать крепко. Ib. Çемçе тăн (глина) лач çыпçăнчĕ; йĕпе çанталăкра юр лачах çыпçăнать (к одежде). || Совсем. Пшкрт. Лач (-џ) онашкалак. Совершенно подобен ему. || Полно. N. Ахаль кун та, уяв кунĕ те (и в будни, и в праздники) пурĕ пĕрех вак-тĕвек, тăна пĕтерекен (притупляющих), чунтан юратман ĕç лачахчĕ.

лаша

(лажа), лошадь. Изамб. Т. Эпĕ часрах вите патне чупса пырап. Унта ик лашаран пĕр лаши те çук. N. Лаша ахаль çĕрелле тапса ячĕ. Лошадь лягнула по воздуху. Пĕр лашапа килтĕмĕр. Мы приехали на одной (т. е. лошади). Н. Седяк. Лашан çуначĕ курăнми çунать (крылья) пулать, теççĕ; ун пек лаша питĕ шеп; ун пек лашана çывăрнă чух кинет (вдруг) тăратсан, вилсе каять, теççĕ. N. † Çил-çунатлă лашана тыткалама кайăк-чĕрелĕ çынсем кирлĕ уна. Регули 618. Лаша ман аттиран илни лайăх. Якейк. Лаша (или: ут) çавăрса кил. Подавай лощадь (напр., если она стоит под навесом). Ib. Лаша исе кил. Подавай лошадь (если её не надо повёртывать. Здесь говорят только: „ут кӳлес“, а не „лаша кӳлес“). Альш. Пӳрчĕсем хыçĕнче, пӳрчĕсемпе пĕр вĕçрен кĕлетĕ-лаççи, лаши-вити. ЧС. Пирĕн пĕр çӳрен лаша пурччĕ. Вăл питех пысăк марччĕ, хӳри кĕлте пек пысăкчĕ, чуманрахчĕ, анчах туртасран (что касается возки) хăй лавне урăх лашана туртма памасчĕ. Б. 13. Лаша пуласси тьыхаран паллă, çын пуласси ачаран паллă. (Послов.). Букв. Лашаран çӳлĕ, автантан лутра. (Йĕнерчĕк). Стал-Яуш. Унтан тата пĕр ватă çын пире каларĕ: кайса пăхăр лашусене, терĕ. Шурăм-п. 13. Танлашсан-танлашсан (поспорив), пĕри, апла пулсан, лаша урлă пуртă тытар! тет. Лешĕ: юрĕ, юрĕ, тытăпăр, тет. Лашана илсе тухрĕç те, каçанĕ урлă (через ее спину) пуртă тытрĕç. Çак çын чăнахах утă çăлса кайнă пулсан, лаши вилмелле, тенĕ. Анчах вилмерĕ. Утта вăл çăлман, такам ют çын çăлса кайнă. Ст. Шаймурз. Тĕлĕкре ялтан лаша кĕтĕвĕ хăваласа кайсассăн, çынсене ялтан вăрçа хăваласа каясса. Юрк. Ураписем пысăк: хăш урапине икшер, хăшне виçшер лаша кӳлнĕ. N. Пирĕн патра кирек хăçан та, каç пулсан, ачасем лашасем çитерме уя е вăрмана кайса выртаççĕ. Вишн. Лаша хăй çинĕ хăклăх анчах ĕçлемест. N. Вăл икĕ лашапаччĕ: пĕри хураччĕ, тепри хура турăччĕ. Мыслец. Лаша урлă алă парам! (Клятва, уверение). Сред. Юм. Лаша копарчи тесе, лашан кайри ôри тĕлĕнчи каçанне калаççĕ. Ib. Лашана илсе кил. Приведи лошадь. (Кӳлнĕ лашанах пăртăк аякрарахран илсе пыр, тессине калаççĕ). Ib. Лашана çавăрса тăратрăм. Я подал лошадь. Ib. Лашана çавăрса патăм. (Лашана пăтратса патăм, тессине: лашана çавăрса патăм, теççĕ). Тогаево. † Пирĕн лаши лашалла, ешчĕк çинчи çăмарта пек. Изамб. Т. Хăшĕ пысăк „лаша пусакан“ çĕççине сулланă. Иные потрясали большими ножами. СПВВ. Х. Лаша пӳленнĕ. Орау. Лаша çамрăк-ха, йăвăр ĕçпе ытла лутăрканать. N. Лашапа пыра-пыра илме хушать пулмалла. Видно велит приезжать за ним на лошади. Г. А. Отрыв. Çумăра хирĕç тăракан лаша çунатлă, тет. Сунчел. Ах, турă çырлах, лашисем, пĕккисенчен çӳлĕ пуçĕсем! К.-Кушки. Лашана тилкепе хур. Взвозжай лошадь. Якейк. Çынăн окçа сахал полсан, калать: паян пасарта пĕр лашалласкер тупса илеймĕп-ши, тет (купить бы мне какую нибудь лошаденку на эти деньги). N. Лашасемпе çӳремен. Не ездил на кормёжку. N. Лашана тыткалама (обращаться с лошадью) пĕлмес. N. Вăл лаша таврашне пырса çулăхман, çавăнпа лашан йĕркине пĕлмес (не умеет обращаться с лошадью). N. Вăл лаша таврашĕнче çӳремен (не обращался с лошадью). Çĕнтернĕ 44. Лаша тăрасшăнах мар, татса каясшăн. Пухтел. Лаша мурĕ (гов. о крутой горе). || Мерин. Слакбаш. Ку лаша-и, кĕсре-и? Это мерин или кобыла? N. Кастарнă лаша или хусах лаша, мерин. || Импотент. Городище. Лаша (= мерин) — мужчина, страдающий половым бессилием. Ib. Хĕветюка лаша тунă. Федора лишили опособности вступ. в п. сн. || Килевая кость. СТИК. Автан-чăххăн таçтĕлти шăммине лаша теççĕ. Арçын ача çав лашине çисен, ун лаши ывăнат, тет. (т. е. устает лошадь в дороге. Поверье). Изамб. Т. Чăххăн лаши пулат („кость между ног’’). Сред. Юм. Лаша (кость у птицы). У куриц, на нижней части тела, есть особая тонкая, большая кость, которую называют этим именем.

лаша пуçĕ шăмми

череп лошади. Ходар. Хăçан та хăçан лаша пуçĕ шăмми çине, кашкăрпа упа ачи-пăчи çине сивĕ куç ӳкĕ, çавăн чухне тин çак ача çине куç ӳктĕр. (Из наговора).

лашка

итти с трудом, se trainer. СТИК. Пылчăк вăхăтĕнче çӳресе ывăннă çын хăйне вара: лашкаса çӳрерĕм-çӳрерĕм, тет. Ку сăмах питĕ ывăннине, лапăрчăк, тирпейрен каяччен çӳренине пĕлтерет. Ib. Арăм упăшкине, çăпати çĕтĕлнĕ пулсан: урана сырма çăпата çук, çак тăлпăлчăкпах (рванье) лашкаса çӳретĕп, тет. N. Кĕтӳ патне лашкаса çитрĕ. См. лаш.

лемсе

(-зэ), шляться. Орау. Мĕн лемсесе çӳрен, ачам, çак йĕпе виттĕр (в такую мокредь); ыран та кайăр-çке; çырла тесе (из-за ягод), исленсе çӳреймĕн ĕнтĕ.

листă

(листы̆), лист; кровельное железо. Моштауши. Хăшĕ тата: ялтаман пӳрт пек орăх ан полтăр, тенĕ пекех, питĕ лайăх пӳртсем листăсам витсе, сăрласа пĕтереççĕ. Синьял. † Лавккасенчи листине вĕçĕмсĕр витнĕ ан тийĕр; çак улахри хĕрсене вĕçĕмсĕр юрлать, ан тийĕр. Богдашк. † Листă-листă шурă хут, листи пĕтсен (когда будут исписаны) çырмана. || Сятра: листы̆ тэмэ̆р, листовое железо.

лутка

кадочка прибл. в 0,7 метра вышиною и 0,5 в диаметре. СТИК. Лутка — кадка, в которой носят на палке воду для лошадей. СПВВ. ТА. Лотка = катка. Якейк. Лоткая ăна çăка хăвăлĕнчен пуринчен ытла тăваççĕ; онпа шу, сăра тусан, ăсла, сăра йăтаççĕ (носят двое, за веревку, или за железное перевесло, на плечах, при помощи кĕвенте). Такмах. Витрепе ăсмалла, луткапа тултармалла, алтăрпа валеçмеллĕ, тет. С. Алг. Çак хăтанăн ултă луткапала кăмака çинче вуникĕ çĕлен пек чашкăрса йӳçет пыл. Вотлан. Тĕпсĕр лутка аш тулли. (Пӳрнескепе пӳрне). Пшкрт, В. Олг. Лотка, большая кадка с мукой Ст. Ганьк. † Лутки-лутки пыл лутки. Собр. Лутра çынна лутка çурă, теççĕ. (Послов.). Ib. Лутра çын луткă çур ĕçет, теççĕ. Панклеи. Холари халăх, çакăн халаппине илтсен, пĕтĕмпех шу кăларнă çĕре (ко времени добывания воды?) хатĕрленсе тоххĕрç, тет: хăшĕ црес (так!) йăтнă, хăшĕ лотка илнĕ, хашĕ пичке торттарнă. Орау. Луткапа кĕвентелесе шыв йăтаççĕ, сăра сĕрсен, пичисен сăра йăтаççĕ. N. Луткана иккĕн йăтаççĕ; унпа ăсла, сăра йăтаççĕ, тырă та ятаççĕ. Унăн хăлăпĕ пур. Лутка кĕвенти (палка, на которой носят л.) им. приблиз. 2 арш. в длину Л. делается из липы или из осины. См. крăмусла. || Ушат. Ст. Чек. || Купель. Пазух. Чакăсенĕн хĕрĕсем пĕр луткана кĕне пек. || Лодка. Макс. Чăв. К. I, 82. Лотка хăмисăр хăма, юхайрать-çке Енĕшпе. Сред. Юм. Лôтка, лодка. N. † Атăл хĕринчи симĕс лотки кулет тума (кататься) пит лайăх.

лӳк

то же, что йӳп. ПТТ. Çак тĕрлĕ халăх пухăнса, çак тĕрлĕ хисепленипелен те лӳк курмасассăн, урăх вара тĕрлĕ-мерлĕ ыйтса ан аптăратăр. (Из моленья в калăм-кунĕ). Ib. Питĕркке, çырлах, лӳк кур, ырă сунса сана ĕçкĕ паратпăр! (Питĕркке шăтăкĕ).

лăп

(лы̆п), низина, лощина. С. Дув. Лăпра улма йывăçĕ, ларса юлчĕ шăпчăкĕ. N. Вăл пĕр çынна илсе çырма патĕнчи лăпри чăтлăха аннă. N. Çак лăпран пуçне ăна (медведю) ниçта выртма та вырăн çук. См. лап.

лăп

(лы̆п), подр. хлопку (хлопанью, не сильному). Толст. Çуначĕсене лăп-лăп çапрĕ те, вĕçсе кайрĕ (ласточка). Шел. 48. Ĕнсе панчен лăп-лăп-лăп пĕрне-пĕри ачашлаççĕ (похлопывают). Б. Олг. Виç четверттаклăх тенкĕ (три четвертака) кăларса парчĕ, тӳртрен лăп-лăп-лăп! çапрĕ: торă полăштăр сана, ачам, слушит (-т’) туса килмешкĕн аçу-апу томне! Чăв. ялĕ. Пилĕк-улт ĕрет витсессĕн, виттине кĕреплепе тарăнрах тураса, урлă-пирлĕ улăмсене майлаштарса хураççĕ, çиелтен йăвăç кĕреçепе лăп-лăп çапса якатса хăвараççĕ. || Подр. реверансу. ЧС. Çĕн-çын (молодуха) вара лăп-лăп лапчăнать. || Подр. миганью. В. Олг. Лăп-лăп турĕ куçĕпе. || Как раз; точь-в-точь, ровно. КС. Лăп анчах тăрантăм. Только хватило на то, чтобы насытиться. Ib. Эп çитнĕ çĕре вăл та лăпах çитрĕ (подоспел). Ib. Лăп пĕр сахат. Ровно час. Толст. Çеклисене ункăсене (в кольца) лăп кĕрсе лармалла тунă. Чăв. йум. 1919, 19. Тапалана-тапалана мăй таран (по шейку) лăп кĕрсе ларчĕ. Ib. 26. Лăп çурçĕр çитсен, Атăлтан шыврисем (водяные духи) тухрĕç. Малт. шк. вĕр. фиç. 38. Иккĕшне те тӳп-тӳр кĕтес тусă, лăп вăта таран кукăртăр. Ст. Чек. Лăп выртат. Плотно прилегает. Якейк. Краççин(-н) панă чох вăл яланах лăп анчах парать (дает в обрез, лишнего не отвешивает и не недовешивает). НТЧ. Ĕне пăрулани лăпах пĕр эрне çитсессĕн, ирхĕне вут хутса, икерчĕ пĕлĕм пĕçереççĕ. Çутт. 114. Лăп кăнтăрла мĕлке кĕскелнине виçсе... См. в этом зн. шăп, лап. || Усилит. частица при образов. превосх. ст. См. лăп-лăпă. || Сразу, совсем, совершенно. N. Çил лăпах чарăнчĕ. Ветер совершенно прекратился. Кильд. Ăша сăмах калинччĕ, ăшăм лăпах выртăччĕ (я успокоился бы). Малт. шк. вĕр. фиç. 70. Лăпах сӳнет. N. † Сарă та вăрăм хĕрсене çума тытса выртăттăм, хуйхăма лăпах пусаринччĕ. Кан. Çак çӳркунне кĕпере çуррине лăпах çурхи шыв юхтарса карĕ. Утăм № 1,26. Паян ир юман пуçне уснă, паян ир кашламасть кăлăххăн; ун çине шурă юр лăпах пуснă, ларать вăл авăнса тăлăххăн. Малт. шк. вĕр. фиç. 21. Лăп чӳкенмен шывра тĕпренчĕкĕсем витре тĕпне лараççĕ.

лăп-лап

(лы̆п-лап), подр. неодинаковым и нечастым ударам (напр. цепами), небрежной походке и т. п. Е. Орлова. Лăп-лап, лăп-лап тутараççĕ, иккĕн-виççĕн анчах çапаççĕ полмалла. Собр. Лăп-лап хур ури, чăнкăр-чанкăр чăх ури. (Кĕсле калани). М. Яник. Лăп-лап уткаласа çӳрет. Ходит развалистой походкой. || Кое-где. Шорк. Олăмне паярки-паяркипе лăп-лап (кое-где) пăрахкаласа çӳренĕ. || Кое-как. Орау. Унăн пурнăçĕ лăп-лап çитсе анчах пырать (кое-как живет). Изамб. Т. Урине лăп-лап сырнă (неаккуратно). Ib. Урине лăп-лап пусса çӳрет. Чертаг. Лăп-лап хôрса тиянă (слабо наклал, неплотно). Якейк. Лăп(лы̆п)-лап çыхнă. Связано слабко, неплотно. || Назола. Айдар. (Марп. р.) Арăмĕ: тинех лăп-лап пĕтрĕ-ха, терĕ, тет. Его жена сказала: „Наконец-то мы избавились от назолы“. || Болезнь, сор. М. Яник. Лăп-лап, 1) сор, 2) всякая болезнь, 3) подражание. Сред. Юм. Лăп-лап, сор. || Назв. духов. Аттик. Пичче ĕçнĕ шыв юлашкине, таткаланă çăкăрсене, анне çул тăваткĕлне кайса тăкрĕ... Çул тăваткĕлне ăна лăп-лап вырăнĕ теççĕ. Çавăнпа лăп-лап пăрахнине çавăнта кайса тăкаççĕ. Ib. Лăп-лап (головная боль, приключилась от хождения по вилĕ турпассисем). Ib. Анне: апла пулсан, сана лăп-лап çапăнман-ши? Матюк апая пăрахтарса пăхас-и тен?.. Михаля! Матук аппуна кайса чĕнсе кил-ха, лăп-лап пăрахтарса пăхар, терĕ... Чĕнсе килсен, анне ăна: çак ачана, лаша хăвалама кайсан, тем лăп-лап çапăннă тем чир, пăрахса пăхан-ши? терĕ.. Матюк аппа лăп-лап пăрахнипе чĕрĕлмерĕ вара çав пичче. Шурăм-п. Санăн лашу урисене лăп-лап çыхнă, тет. Эсир нумай пулат пулĕ ăна паманни, вăл сире çиленнĕ, ку лаша хыççăн ытти выльăхсене те пăсать вăл, тет. Часрах парас пулать, вара каçарĕ (простит). N. Лăп-лап çапăннă. Поразила нечистая сила (души людей, умерших неестественной смертью). Сред. Юм. Çын чирлесен; арçӳри пикки çыпăçнă поль, тессине: лăп-лап çыпăçнă пôль, теççĕ.

лăпăр-лапăр

(лабы̆р), подр. хлопанью крыльями. Городище. || Подр. кипению. Якейк. Шу вĕренĕ чохне лăпăр-лапăр тăвать. || Очень грязный и вязкий. Якейк. Лăпăр (лы̃бы̃р)-лапăр çолпа пымалли та çок. Нельзя ехать по очень грязной и вязкой дороге. || Грязный. Ст. Чек. Ирсĕр, лăпăр-лапăр, юхан-шăтан, сĕлекелĕ. || Кое-какой, неважный, дрянной. N. Сайра çыннăн лăпăр-лапăр йывăç ларткаланă: пилеш-çĕмĕрт-хăва пекки, е пăçина-акартси (бузина и акаци). N. Лăпăр-лапăр йывăç (дрянные). || Хлам. Питушк. Пуçтăрас çак лăпăр-лапăрсене. Срв. Сред. Юм. Пит лăпăр-лапăрлă япалана хаклă парсах ан илĕр (не чистый). Ib. Алкомне кам лăпăр-лапăр илсе кĕрсе тôлтарнă ôнта (натаскали сору)? ГТТ. Акă сире хамăн лăпăр-лапăрсенчен хăшне-пĕрне (некоторые) пуçтаркаласа яратăп. (Сказано о рукописях). Альш. Халĕ ĕнтĕ унта шăтат лăпăр-лапăр курăк. || Ненастная погода. Городище. Лăпăр-лапăр тăрат. Стоит ненастная, (или грязная) погода. СТИК. Кĕркунне çанталăк питĕ лăпăр-лапăр пулат. Ib. Лăпăр-лапăр вăхăтра (в грязь, в слякоть) çула кайма тиврĕ.

лăпăртат

(лы̆бы̆рдат), биться (о птице). Ильмень-к. Çак кайăк Атăла вĕçсе ӳкрĕ те, аран лăпăртатса тухрĕ. N. Хăлхана пăрçа (блоха) кĕрсен, лăпăртатать (шуршит). Чебокс. Чĕлĕм лăпăртатни („хрипение“) çанталăк пăсăласса пулать.|| Кипеть. Якĕйк. Сирн паян конĕпех хоран лăпартатать, туй тăваттăр и-мĕн? || Хлопать крыльями (при полете). КС. Лăпăртат (полёт птицы). См. лапăртат, çапкалан. N. Лăпăртаттĕр, лăпăртаттĕр — кĕрсе карĕ (влетел) пӳрте, арăм полса (голубь). Толст. Эпĕ барометра вырăнне хунă чух ман патăмра темĕскер лăпăртатнине илтех кайрăм; вăл кăвакарчăн пулнă мĕн. Тюрл. Лăпăртатать. Плещется крыльями (в воде; так и у КС.). || Болтать вздор. Якейк. Ан лăпăртат! Не болтай. Ib. Мĕн пусттой лăпăртатан-ка? Сред. Юм. Ан лăпăртатса çӳре! Не болтай!

лĕм

(лэ̆м), чуть тёплый. НИП. Шыв лĕм пулнă. Вода стала чуть тёплой. (Срв. „шыв лĕп пулнă“). Орау. Пирĕн çак пӳрте юсиччен, тем чул хутсан та, ăшăнма пĕлмесчĕ. Халĕ, юсасан, кайран лĕм ăшă пулать. Те {{anchor|DdeLink684946946368}} „сивĕ пĕрене“ тухса ӳкрĕ (выпало, т. е. выкинуто), темскер. || Совершенно, совсем, вовсе. N. Пушă хирте лĕм сас-чĕвĕ те çук. N. Ĕлĕкхи, çамрăк чухнехи илем пичĕ çинче лĕм те çук.

лĕпĕш

(лэ̆бэ̆ш, лӧ̆бӧ̆ш), бабочка. Баран. 9. Вĕл-вĕл вĕçен лĕпĕш валли курăк çине, çулçă çине хăвар сывлăм тумламне (гов. солнышку). Шел. З5. Çулла хĕвел ăшшинче лĕпĕш пулса вĕçеççĕ (летают бабочками). Ib. 103. Хĕвелпе лĕпĕш чĕрĕлнĕ пекех, халь ĕнтĕ эпĕр пурте чĕрĕлнĕ. НИП. Лĕпĕш вĕл-вĕл вĕçкелесе çӳрет. N. Унтан тата юпа тăвиччен лĕпĕше вĕлермеççĕ: вилнĕ çын, лĕпĕш пулса килсе, çурта (дом) пăхса çӳрет, теççĕ. Н. Седяк. Сарă лĕпĕш чӳкесе ĕçтереççĕ (сполоснув в воде эту бабочку, водой поят больного). Изамб. Т. † Çак тăвансем патне килсен, сар лĕпĕш пек чунăм савăнать. КС. Лĕпĕш пек, сивве чăтаймасть (очень зябок). Ib. Эй, лĕпĕш! (ласковое обращение к маленькой дочери). Ib. Лĕпĕш пек лăпăстатса çӳретĕн çав! (Гов. ласково ребенку). N. Вилнĕ çын чунĕ лĕпĕш пулса килет, тет (о сероватой ночной бабочке). Пухтел. Лĕпĕш; „вилнĕ çын чунĕ“ — сăрă, пĕчĕкрех лĕпĕш (летает вечером).

лĕстĕр-лестĕр

(лэ̆стэ̆рэстэ̆р), подр. слабому стряхиванию. СТИК. Япалана хушсан, пĕр те тĕплĕ тумастăн. Çак минтер питне, тӳшек çиттине силлеме хушрăм; вăл тула илсе тухрĕ те, лĕстĕр-лестĕр! тутарчĕ те, килчĕ-хучĕ (стряхнул очень лениво, кое-как, два три раза только). Якейк. Молча милкине (старый банный веник; он идет на метение избы) силлесен, лĕстĕр-лестĕр (у др. лĕстĕр-лĕстĕр) тăват. См. пытяк милки.

лĕтĕрт

подр. быстрому испражнению. Кума-к. Пырсассăн (когда лиса пришла), çак тилĕ хӳринчен эпĕ тытрăм та, тилĕ лĕтĕрт! тутарса хучĕ, тет.

Льăркка

имя и прозвище мужч. Такмаксем. Çак культурă колхоза кĕнĕ кайнă пĕр кăркка — Çĕвĕрăв Льăркка.

майăн

(маjы̆н), по... ТХКА 111. Сăмахран сăмах перкелесе пыратпăр йыснапа шыв юхнă майăн. Хăр. Паль,. 33. Кас-кас йăваш çил хускатнă майăн... Хурамал. † Куккăр кутлă шур хурăн кукăри майăн çаврăнать. Янш.-Норв. † Çӳл ту çинче çил армань çиле майăн çавăрăнать. Ib. Ай-хай, пуçăм, çамрăк пуç, çичĕ ют майăн çавăрăнать. ТХКА 110. Çак шыв майăн кайсассăн, пĕр-пĕр яла çитетпĕр-ши? Ib. 113. Çанталăх хĕрӳ. Утнă майăн тарларăм.

майĕпе

потихоньку; постепенно. Аттик. Хĕвел пĕçернипе юрсем майĕпе ирĕлсе пĕтеççĕ. Шурăм-п. Кайран хуллен тухса (из оврага), Атăл çине майĕпе пырса пăхатпăр. Нижар. † Çак ял ачисем хĕр тиркерĕç, тупайрĕç-и-ха майĕпе? Календ. 1911. Чылай çӳресен, вăл майĕпе (scr. майпе) анма пуçланă. Сам. 10. Сар ырашлă тыр ани çăралать майпех. КС. Майĕпе анчах пырать. НТЧ. Çапла пурне те хатĕрлесе çитерсен, хай (упомянутая) арăм пĕр пĕчик чашăк çине пăттине антарать, тата чашăк хĕррине пĕр пашалу, виç юсман хурать. Изамб. Т. Майĕпе сиктерсе илеççĕ пĕтĕм сарăм пĕтиччен. || По (направлению). Ярмушка-к. † Уй хапхине, ай, пир сартăм карта (изгородь) кукри майĕпе. || Вследствие, по мере того, как; сообразно, по. Альш, Ку ача çул çинче пĕр утă лавĕ тĕл пулат та, çиес килнĕ майĕпе çăтат-ярат, тет. Янтик. Ача, аташнă майĕпе, вырăн çинчен тăра-тăра, пӳртре çапкаланса çӳрет. Ходите во свете. Школа (шкул) çывăхра майĕпе (так как ш. была близко) юрлă çынсем те ачисене çӳретме пултарнă. О сохр. здор. Типĕ тумтир тупса улăштарма питех май килмесессĕн, çав çири йĕпине пӳртре ăшă çĕртре çирех майĕпе типĕтме те юрат. Çутт. 112. Çур майĕпе хресченсен ĕмĕрхи, асран кайми ака-суха (пахога) шухăшĕ вăранать. Кан. Кĕçĕн шкулсем юрăхлă ачасем тăратнă майĕпе тин техникумсене кĕме çителĕклĕ вĕрентме пултарĕç. Букв. 1904. Хайхи качака ухмах майĕпе пусса (в колодец) тилĕ çине сике парать. N. Вăрçа хатĕрленсе тăман майĕпе, вăрçă ĕçне пĕлмен майĕпе, е вăрçăра виле-виле пĕтнĕ, е вăрмансене тара-тара пытаннă. Вино-яд. Эсир хăвăр пĕлмен майĕпе анчах эрех ĕçме хушатăр. Альш. Пупĕ ывăннă майĕпе аран-аран уткаланă. (Сказка). N. Йорĕ-çке, окçи майĕпе пырать! Ладно, по деньгам и покупка! (Гов., когда купят дешевую и плохую вещь). ЧС. Тата лашасене тытнă чух, хăранă майĕпе алă-ура чĕтресе, лашасене те хăпăл-хапăлах тытса, сиксе утланмалла мар. N. Çыру тăрăх, ăс пухакан, вăхăт килнĕ майĕпе, (в благоприятное время досуга) пухса пырать ăна. Шурăм-п. 28. Пĕри ӳсĕртерех майĕпе (будучи пьяноват), тӳпелешсен тӳпелешсен, пуртă илсе тухнă та, мăйĕнчен яра панă (хватил). П. Патт. 28. Кăвакалсем хытă вĕçсе пынă майĕпе вăл хăй кăшкăрса янă. Орау. Сăвă майĕпе кашни ача çине пӳрнипе кăтартса, утса çавăрнат. Чав. юм. 1924, 57. Хурăнсем çил çук майĕпе (так как нет ветра) шăпăрт тăраççĕ. Никит. Вĕсем те пулин начар, апат çук майĕпе (от бескормицы) пулас. Шурăм-п. Вăхăт иртнĕ майĕпе çумăр çывăхарса килет. Образцы. Вунçичĕ çулхи сасăçăм, çаврăнать купăс майĕпе. Ib. Кĕмĕл çĕрĕ, мерчен куç çаврăнат ăстан майĕпе. N. Кам салтака каяс мар майĕпе хăйне мĕн те пулин тăвĕ. Сам. 73. Хăй майĕпе ĕçлеме пулнă унăн ват лаша. Алешк.-Сапл. † Кĕмĕлех те çĕрĕ çырулă куç, çаврăнать-çке çыру майĕпе.

майлаштар

понуд. ф. от майлаш. (устраивать и пр.). Альш. Çапла майлаштарса пурăннă вĕсем. Толст. Вĕсен пĕчĕкçĕ ывăл ачи урайĕнче хăма татăкĕсемпе выляса темĕскер майлаштаркаласа ларнă (что-то устраивал, налаживал). Кан. Крематори çуртне Донской мăнастир чиркĕвĕнчен майлаштарса тунă. Ib. Кил хуçине майлаштарасшăн, хăй çуттине (водки) илсе килтерсе ĕçтерме пуçлать. Орау. Мункунччен еплĕ-те-пулсан çак пир-авăра майлаштарасчĕ (нужно бы покончить с тканьем). Ib. Ачана майлаштар-ха (уйми), кус, тек макăрать. Чем люди живы. Çавăн пекех пур çын та хăй майлаштарнипе мар, пĕр-пĕрне юратса пурăннипе чĕрĕ пулать. || Чинить. Альш. Вĕсем вара, лаша вити тупса, ăна тасатса, майлаштарса лартаççĕ. Орау. Çак хапха таврашне майлаштарсан, кĕлет çине витсĕ пăрахсан, тата картари тирслĕке тăксан, пит пуç çинче тăракан ĕçсем пĕтетчĕç те-ха...

майхи

неизв. сл. встр. в сказке. Яргуньк. Тепĕртак (еще немного) пурăнсан, хай майхи ĕмпӳ çак çĕвĕçе хăнана чĕнчĕ.

мак-люç

одно из слов, произносимых во время игры „кайăкла“. ТММ. Ачасем, кайăкла вылянă чухне, çак сăмахсене каласа уйăраççĕ: рухха-чухха! патте-сутта! Иван-чухха! мак-люç! люп-хĕрес!

макарав шĕлепки

шляпа с Нижегородской ярмарки. Употр. этого выраж. основано на след. П. И. Орл. Пĕр çынăн Нижнине, Макарав ярмăкне, япаласем илме каймалла пулнă, тет. Çаккăн ачи унччен темшĕн яланах макăрса (кӳтсе) çӳренĕ, тет. Пĕрре çак çын, хăй каяс умĕн: ан йĕр, ярмăкран Макарав шĕлепки илсе килĕп, тесе калать, тет. Кайнă, тет, хайхи çын Макарава. Йĕрекен ача темĕн тĕрлĕ кĕтет, тет, ашшĕ Макаравран шĕлепке илсе килессе. Ашшĕ килсенех: шĕлепке илсе килтĕн-и? тесе калать, тет, ачи. Канăçсăрлансах аптăрата пуçларĕ, тет, çав тулăксăр ача. Пĕрре çак ача, шĕлепке илсе килменшĕн çиленнипе, шăртне шăнараймасăр, пĕр чĕрес сĕт тăкса янă.— Мĕн турăн капла, ăнман? тесе калать, тет, амăшĕ. Хăвăр мана Макаравран шĕлепке те исе килсе памарăр! тесе калать, тет, ачи — Акă вăл. Макарав-шĕлепки, эпĕ ăна Макаравран илсе килтĕм! тесе, ашшĕ çăпата туса ларнă çĕртен сикрĕ (scr. сикĕрĕ) тăчĕ, тет те, ăшалантара пуçларĕ, тет, ачине пушăтпа. Макарав шĕлепкине туянсан, кайран хайхи ача е йĕрин, тет. КС. Эп ăна Макарав шĕлепки тăхăнтартрăм (влепил, ударил; „задал перцу“). N. Ку та çитĕ халь, куншăн та Макарав шĕлепки тăхăнасран чун çук (страшно боюсь, как бы не попало, не „влетело“).

макăрма

неизв. сл. Коракыш. Кусем патне çитсен; [паттăр] итнĕ: сирĕн шыв пур-и? тенĕ. Лешсем каланă: анчах макăрма (?) ăсса карĕç та-ха, тенĕ. Çак паттăр катанă: шыв ăсса килсен, мана тăратăр (разбудите)... тенĕ.

малалла

по направлению вперёд. Юрк. Малашне унăн пурăнăçĕ малалла кайĕ-çке. Шурăм-п. Ыйхи килмест, малалла вăрласа пуясси ăшран каймасть (нейдёт с ума). Артюшк. Çак сăмахсене пуçламăшĕнчех, тата малалла та пур (дальше еще были написаны слова). Юрк. Суха сухаланă чухне ана малалла пĕтсен, тырă лайăх пулат; каялла пĕтсен, начар пулат. Б. Яныши. Пĕри пирĕн пата пурчĕ (= пычĕ) те, мана хăй вырăнне малалла ĕçлеме кайма хушрĕ. N. Эп малалла кайимастăп („утимастăп“ — если ноги не идут). Я больше не могу итти. N. Эп малалла каймастăп. Дальше я не пойду. Бгтр. † Палан-йывăç палашать (присловье к сл. палашас?), пирĕн палашас малалла. N. Унтан иккĕшĕ те малалла кайнă. N. Усал чĕлхелĕ çын çĕр çинче малалла каяймĕ. Изванк. Çĕр тавраш тусассăн, этем ывăлĕ-хĕр(ĕ) пурнăç малалла кайнăçем малалла кайса пырат, теççĕ. N. Малалла ирт (е: кĕрекенелле ирт)! теççĕ, кам та пулсан чыслă (почтенный) çын килсен. ЧС. Эсĕ пире çак ĕçе тума малалла ярса пырах (дай успех. Моленье). Образцы 92. Ан йĕр, атте, ан йĕр, анне, санăн йĕресси малалла! (впереди). ПВЧ. Эпĕ шох(ă)шлатăп малалла та, ĕмĕр иртет каялла. Я надеюсь на будущее, а век (ваш) уже проходит. Сунт. Ĕпĕ, унта кайса лариччен, пĕр йĕке кĕнчеле авăрлам, вăл та малаллах пулать (пригодится на будущее время). || Больше, кроме того. Эльбарус. Тарман пулсан сире хĕртетчĕç-çке вĕсем, амантатьчĕç-çке, терĕ те, малалла урăх каламарĕ. Собр. Çынна улталакан хăй те малалла каймасть, теççĕ. (Послов.). В. Буян. † Укçа паракан пиччене турă ятăр малалла. || По направлению на, восток. N. Çынсем çаранĕ çине çитсессĕн, малалла тăрса, сăхсăхаççĕ. Орау. Вăл пиртен малалларах пурăнатьчĕ (несколько восточнее). Ib. Малалларахра, в (на) пространстве, лежащем (от нас) к востоку.

мали

(маλиы, от „мала +афф. З-го л.), дороже, выше. Бгтр. † Çак(ă) ялта çĕр хĕр пур, виçĕ (пĕр) пусран мали çук.

Мальăм çырми

назв. оврага. Баннова. Тĕкĕрçи Паникасси ял хошшинче çырма пор, ячĕпе „Мальăм çырми“. Икĕ çырма пĕрлешнĕ çĕрте çăл-коч пор, çак вырна (= вырăна) „Мальăм-хоçа“ теççĕ. Çакăнта тĕшмĕш хĕрарăмсем хăйсем йăллине иртереççĕ (тĕс. çомăр хытă çунă чох çара-пакартан çак çăлкоч йăври тавра хĕрарăм ташланине корнă).

мамали

то же, что мамале. Чакă (Аслă-Патĕрел р.). Мамали сăмах çакна пĕлтерет. Ĕлĕкхи çынсем кĕлет каштинчен сурпан пуçĕнчен тунă хутаç çакса хураççĕ. Çав хутаçа вара кил хуçи е выльăх-чĕрлĕх чирлесен, е ача-пăча чирлесен, асăнса: çавăнти (в такую-то) чиркĕве кĕлле каяп, тесе, укçа хурать. Çак кил хуçи çавăнта çулталăкчен укçа ярса пырать. Çулталăкран вара хăй асăннă çĕре кĕлле каять те, çак укçана çурта çутса, çурта çутса пĕтменнине кулаç (шур çăкăр) çисе, эрех ĕçсе пĕтерсе килет. Çак çын килтен тухса кайнă чух никама та курма юрамаст, яла килсе кĕнĕ чух та, никама та курма юрамасть. Вара çапла аякри чиркĕве кайса килнине: ăсатса килнĕ, теççĕ. Урăхла каласан, мамали пулать. Ку сăмаха Чакă ялĕнче, Аслă-Патĕрел р. калаççĕ.

манăç

(маны̆с’) забвение; употр. в нек. оборотах. Изамб. Т. Çак ăсана (челнок) леçсе парас теп те, манăç пулат та (забываю), леçсе параймастăп. N. Уп хыçĕнчи Яков II, короле ларсан, ĕлĕкхи законсене пушшех манăç тунă (привел в забвение). N. Манăç айне пул. N. Унăн ăсне нумайĕшĕ асăнĕç, ĕмĕр-ĕмĕрех манăç айне юлмĕ вăл. Унăн асăмлăхĕ çухалмĕ.

манка курăкĕ

назв раст. П. И. Орл. Манка курĕк; лашана в манка ерсен çак курăка ăслапа йӳçĕтсе ĕçтерес пулать, сăмсинчен те ярас пулать.

мар

(мар), не (отрицание). Ала 10. Эпĕ уна (с нею) çыпăçас мар та (если не...), манăнне сăмсана йытă çитăр! N. Тĕнче хĕсĕр мар. (Послов.). N. Хаклă таварсем анчах, мар-и онăн! Алекс. Нев. Шăммисене пĕрте хăварар мар! (давайте не оставим!). N. Улма кирлĕ мар-и? — Мĕн улми тата! Не хочешь ли (не издоли) яблоков? — Какие там еще яблоки! Альш. Унта та пĕрттех каймаççĕ мар. Тяпшяево. Эпĕ курпуна курмасăр вилес марччĕ. Не хотел бы я умереть, не увидев конька горбунка. Регули 269. Он (вăл) тытмалла мар. Ib. 270. Она тытмаяла мар. Ib. Эп паян ĕçлеме мар (не на работу) кайрăм. Ib. 272. Паян ĕçлес мар пирĕн. Ib. 281. Окçа кирлĕ маршăн та каймастăп эп онта. Ib. 414. Паян лапра мар. Сегодня не грязно. Ib. 33. Паян ĕçлемелле мар-и? Ib. 109. Эп конта мар (не здесь) ĕçлесшĕн, эп лере ĕçлесшĕн. Ib. 110. Эп конта ĕçлесшĕн мар кисе. Ib. 1152. Икш мар кирлĕ, пилĕк кирлĕ. Ib. 1464. Эп ялта порнатăп, холара мар. Ib. 1465. Эп холара мар порнатăп (или: холара порăнмастăп), эп ялта порнатăп. Ib. 1490. Ашшĕ мар (мар анчах), амăш те килнĕ Ib. 1492. Эп çулла мар анчах пырса, эп хĕлле те пырса. Ib. 1493. Тытма мар, пре те коримăрăмăр. Ib. 1495. Эп илме мар (не покупать) кисе, эп сотма кисе. Ib. 1496. Корма (корасшăн) мар анчах кайса эп, поплеме кайса. Ib. 1497. Вăл мана пама мар (не только не дал, но), кăтартмарĕ те. Ib. 1498. Вăл мана кăтартнă мар, пачĕ те она (не только показал, но и дал). Трхбл. Вуннă, темерĕç-и вара? (в Ст. Семенк.: „вуннă терĕç мар-и вара?“), Орау. Пилĕк çухрăм пулать-и унта? — Пиллĕк мар, улттă та пулать пуль. Ib. Эсĕ маншăн Иван арăмĕ; Иван арăмĕ марри пĕрех (жена ли ты Ивану или: нет — для меня безразлично); эпĕ санран уншăн-куншăн хăраса тăмастăп. Другие варианты того же высказавания: „Маншăн эсĕ Иван арăмĕ пулни нимĕн те мар“— „Санран: Иван арăмĕ, тесе, хăраса тăмалла-и-ха.“ — „Ав кала, такăш пулнă (какая персона!) Иван, арăмĕ!“ Халапсем 21. Кунта халĕ те çын пур мар-и? тесе уксах-чăлахĕ (хромой чорт) чипертерех çӳлелле пăхкала пуçлать. Юрк. Памасан, лайăх марне пĕлет.— Знает, что не хорошо, если не дать. Орау. Кайимасть те мар-и-ха вăл паян? Может быть, он и не поедет сегодня? Н. Шихабыл. Çав турăсене çилентерес мар, тесе (чтобы не прогневить), вĕсене парнесем панă. N. Вуй (= вăй) полма мар (у меня не только нет силы, но), ора çине тăримастăп. ЧС. Çав çынсем варринче лаша тесен, лаша мар; ĕне тесен, ĕне мар,— темĕскер тăрат. Аттик. Вĕсем çавăрăннă чух (во время опахивания) çырма та çырма мар, ту та ту мар, вăрман та вăрман мар (т. е. ничего не разбиарают), тӳрех шатăртаттарса (напролом) сухаласа каçса каяççĕ. (Хĕр-сухи). Панклеи. Çак лоткă айĕнче (под этой лодкой) халь çок мар-и итлесе выртакан (нет ли подслушивающего)? Байгул. Унтан упăшки; тултан кĕрет те: ку мĕн тата? тесе тĕлĕнсе каять. Арăмĕ: Иван пичче мар-и-ха [да (ды̆) это дядя Иван]; пĕлĕм (блины) çиме чĕнтĕм те, пырне типĕ пĕлĕм лартса вилнĕ пулас, хам çу илме тухсан, тет. П. И. Орл. Хайхипе калаçса пăхмăр-ши, калаçма аванах мар мар пулсан?— Не поговорите ли вы с тем человеком, если это не представит неудобства? (Заметьте повторение „мар“). Орау. Тутар мар мар-и? Может, не татарин он? Ib. Каяс мар мар-и? Не оставить ли намерение итти-то? (т. е. может быть, лучше не пойти). N. Çилентермелле мартарах каларăм. Я сказал об этом осторожно, чтобы он не рассердился. Ск. и пред. 104. Пилеш хĕрес çан алра пур марччĕ ара ун чухне? N. Ĕç-ха тырă пулнă чухне, кăçал тырă çук мар-ха! (не нет, т. е. есть). Çĕнтерчĕ 29. Чухăнсем çинине курас марччĕ. N. Ним мартан та нумай усăллă япала тума пулать. КС. Эс апла калатăн та, вăл апла мартарах пулмалла. Ты говоришь так, но оно (это), повидимому, не совсем так. Отн. употр. отр. „мар“ см. Опыт иссл. чув. синт. I и II. Различные говоры представляют здесь некоторые особенности, при чем иногда не исключена и возможность иноязычного влияния.

маттур

молодец. Н. Уз. Ылттăн сăпка, йĕс пĕкечĕ (-ζ’э̆), çавăнпа выртса ӳсет вăл, çавăнпа маттур пулат вăл. (Колыбельная п.). Кан. Маттур та çав эсĕ, Архип Никич! Образцы. Ăслă кирлĕ ĕçкĕ, ай, ĕçмешкĕн, маттур кирлĕ юрă, ай, юрлама. Альш. Кам маттурне еретсĕрне астуса (наблюдая, кто каков; говорится не только о красоте). КС. Маттур, молодец (но не означает красоты). Юрк. † Пулат иккен Питĕрпурăн маттурĕ — йĕнерлĕ ут çинчен анаймас; пулат иккен чăвашăн маттурĕ-çăварĕнчен сăмах кăлараймас. Альш. Ну, ку ача маттур (молодец)! Кан. Паян эпĕр савнатпăр маттур ĕрете тăнипе. || Тайба-Т. Маттур, красивый; здоровый; ловкий, ловкач; сильный. СПВВ. ИА. Маттур тесе, вăйлă, чĕрĕ çынна калаççĕ. Ядр. Маттур, бойкий, молодец. Ib. Питĕ маттур вăл. Ib. Питĕ маттур калаçать (= хорошо). Толст. Маттур йĕкĕт. Якейк. Маттор, славный, молодец. Ib. Ентри ачисем пит маттор; пăх-халĕ, ашшĕсĕр йолнăскерсем мĕн туса лартрĕç! Nп. Маттур-маттур ачасем удельныйĕнчен тухаймĕç. Альш. Маттур ачи атăлă, атти тĕпĕ çырулă, пуснă вырăнĕ тĕрĕлĕ. Кан. Враг. † Каччă маттур, юçне илмест чипер-чипер хĕр çинчен. Ст. Чек. † Маттур-маттур, хĕрсене ташлатаççĕ уллахра. [славных (красивых, хороших) девиц]. Пшкрт. Маттор лаша (красивая). А. Турх. Ăй, маттурăм (хороший мой)! Ăй маттурне! (Жалостливое обращ. к ребенку). Ib. Унăн хĕрĕ пит маттур (хороша всем). Юрк. Ил пит маттур чĕн чăпăрккă. Макс. Чăв. к. I, 52. Маттур ял çак Кушкă! Бес. чув. 14. Ку сăмаха вăл юри Керимулла çине пăхса каларĕ, мĕншĕн тесессĕн вăл Керимулла çавăн пек ĕçсем тăвас тĕлĕшĕнчен маттур пулнине пĕлсе тăнă. ТММ. Юлташ тени хăвăнтан маттур пултăр. (Послов.). Ст. Шаймурз. Çула тухсан, юлташ хăнтан маттур пултăр. (Послов.). Тим. † Хамăртан маттур пулсассăн, хамăр ума тăратăпăр; хамăртан начар пулсассăн, хамăр хыçа тăратăпăр (невесту). Юрк. Хĕр ĕçлеме маттур. Хăй паттăр, йăваш, сирĕн анĕртен йăваш. Питушк. Маттор порăнат. Живет справно. N. Маттур ĕçлеççĕ. ПВЧ. Савăр маттура, ан ярăр юта. (Припев).

Махçирка çырми

назв. оврага на поле дер. Ново-Тойдеряковой, М.-Яльчик. р. Н. Тойдеряк. Махçирка çырми. Çак çырмана пĕр Макçăм ятлă çын кайса вилнĕ те, вара ăна çак ята панă. Вăл çырмана ĕлĕк „Таса çырма“ тенĕ.

машăлтат

(мажы̆л-), сопеть. КС. Хырăмĕсене ытлаше (так!; тутлă çинипе аран машăлтатса çӳреççĕ (господа). Сред. Юм. Мĕн, кăкăрсăр çын пик, машăлтатан çак эсĕ?

мекĕлчĕк

(мэгэ̆л’џ̌э̆к), кувырканье. Янтик. Айта, ача, мекĕлчĕк хуçмалла выляр! (т. е. пойдем кувыркаться). Ib. Çак улăм ури тăрĕнчен (с омёта соломы) мекĕлчĕк хуçса анам-и (скувыркнуться мне, что ли)?

меллĕ

имеющий сноровку, навык. Н. Карм. Меллĕ çын = пĕлсе ĕçлекен çын. Сред. Юм. Меллĕ çын сана мĕнле те пôлса çавăрса çапать (в борьбе). V. S. Меллĕ, „дока“. N. Меллĕ (вăйлă çын). || Удобный (-о); правильный (-о). Буин. Меллĕ килсен, ним йывăрсăр çуралать (ребенок). N. Анчах çак хăма улăм витни, тимĕр витни пекех меллĕ мар. Юрк. Меллĕрех пулĕччĕ (лучше, удобнее). || Ладно. N. Хресченсем, граф Уваров меллех калаçманнине малтанах сиснĕ.

миçентен-миçен

все лучше и лучше (лайăхран лайăх), все сильнее и сильнее(?). М.-Яльчик. р. Ку ĕç миçентен-миçен вăйлăланса пырать. Ib. Çак япала пирки пирĕн Петĕр миçĕнтен-миçен (хытă) калаçма тытăнчĕ. Ib. Рабочисем революци ĕçне миçентен-миçен вăйлăлатса пыраççĕ. Ib. Ку ĕç миçентен-миçен малалла кайса пырат. Ib. Микулай — миçентен-миçен хытă чупа пуçларĕ.

миша

(мижа), межа грань (от русск. межа). Бур. † Эпир пырас çулсем çинче миша ӳкнĕ тайăлса; çак тантăшпа пĕрле ӳссе уйăрласси пĕр нуша. Н. Карм. † Уттарар-и, утсем, юрттарар-и, хамăр çĕр мишинчен иртеччен. Юрк. † Хирĕн хирĕн варринче пăрăнса ӳкнĕ пĕр миша. К.-Кушки. † Пирĕн хирĕн мишисем аслă çулăн юписем; пирĕн пек мĕскĕн ачасене пусат тĕнче нушисем.

мул

мол (мул, мол), деньги, клад, богатство, имущество. Менча Ч. Мул тусассăн, мул тытмашкăн мул перекетне парăсăнччĕ. (Моленье). Микушк. Мул, богатство, заключающееся в деньгах. Изамб. Т. Унăн мулĕ пысăк (много денег). Слеп. Мол петне (= патне) мол хошма патăр. Çорт петне çорт хошма патăр. Альш. † Çак хуçанăн пуянне, мулне сума (сосчитать) килтĕмĕр. Сорм-Вар. Ывăлĕ, килне кайса, аслă ашшĕне сурăхсене те пачĕ, мулне те пачĕ. СТИК. Ĕлĕк укçасене панка (паша) мĕне хура пĕлмен, теççĕ ват çынсем; ĕлĕкхи çынсем, вăрласран хăраса, укçисене ниăçта хура пĕлмесĕр, кăкшăмсем çине хурса, çĕр айне пытаратчĕç, тет. Укçан хуçи, çухатсан, вăл усала ерсе, темĕскер пулса çӳрет, тет. Пĕрре çапла пĕр хĕрарăм çырмара кĕпе çуса тарат, тет. Ун патне пĕр хура кушак пырат, тек шăлкăнат. Ку арăм кушака хăвалат, хăвалат — каймаст; вара кĕвентепе пат тутарат та, кушак, чанкăр! туса, укçа купи пулат тăрат. Н. Тим. † Шурă хута хутласан, мул пулмĕ. Богдашк. † Атте-анне йĕрет хăй мулĕшĕн, эп(ĕ) йĕретĕп хамăн çамрăк пуçăмшăн. N. Ĕçлесен, сума мул пулĕ. Чăв. й. пур. Çынна мулшăн туман, мула çыншăн тунă. Собр. Хусан çырми шур çырма, шур çырмаран мул тухать. N. † Лавккаран супăне иле-иле, атте-анне мулне эп пĕтертĕм. Ст. Чек. † Ырă ут умне хурсассăн (утă), алсипе-алсипе вăл çийĕ, алси тулли мул юлĕ. („Образное выр.: „алсипе“, как будто во время еды конь выплевывает деньги; в действительности „ырă ут“ дает „алси тулли мул“ после продажи: алсипе-алсипе ырă ут çисе ярĕ те хăне мăнтăрлатса сутсаи, „алси тулли мул хăварĕ“).

мулкач

молкач (-га-), то же, что мулкаç. N. Мулкач тытма кайрăм. Орау. Шăракан ачана мулкач пăхне çитарсан, шăмаçть, тит. Ib. Ĕлĕк чăваш арăм(ĕ)сем, ачисем çывăрнă чухне вырăн çине шăрсан (если мочились), мулкач пăхне çитаратьчĕç, тит. Завражн. Молкачсене эпĕ пĕрре каймассерен икшер-виçшер тытса килнĕ (промышлял). Ib. Виçшер молкач тытса килни те пор (мне случалось промышлять). Ib. Çак катана кĕчĕ, тет те, мишукпа икĕ кайăк (мулкач) тытса килчĕ (поймал), тет. Хора-к. Чухăн çын пурăнăçĕ хирти мулкач пурăнăçĕ. (Послов.). КС. Мулкачсам, чупса, вăрманти юра тап-такăр тунă. Орау. Мулкач сутатăп, мулкач! — Мулкачу мĕн хак? – Пĕр кунтăк ырашла (за два лукошка ржи) ик мулкач парап. || Кукиш. Кан. Икĕ пӳрне хушшинчен „мулкач“ кăтартса, кăларса яраççĕ.

мутала

мотала (-дала), мять, привести в беспорядок. КС. Ман хуçнă çăпатана (начатые лапти) тытнă та, йăлт муталаса пĕтернĕ (перепутал). Ib. Кĕнеке листисене йăлт муталаса (у др. лочăркаса) тăкнă (измял). Ib. Ача хуçнă çăпатана тытнă та, йăлт муталаса тăкнă (исковеркал). Орау. Ку çăкăра сиртен хăшĕ (кто из вас) муталаса кайнă? (искромсал). || Путать (нитки и т. п.). Череп. Шурăм-п. Çав вите хуçи (дух) лаша çилхине йăваласа муталат пулсан, лаша киле килĕшет. Янтик. Эп çак хĕрсен тура-шăлĕсене пĕтĕмпех муталас теп-ха! Ib. Кăсене тавай муталас! || Неаккуратно исполнять. Шорк. Эсĕ çăпата тума пĕлетĕн-и? — Пăртак моталакалап (плету кое-как). КС. Аран-аран муталаса пачĕ пĕр мăшăр çăпата (сплел некрасиво, непрочно, неаккуратно). || Дурманить. Кан. Сăмакун ĕç халăхĕн тăнне-пуçне муталат. || Интриговать. Череп. Муталаса пурăнат. || КС. Пăрăва кашкăр муталаса тăкнă (изранил, изувечил). || Мучить. Пшкрт. Çынна моталаса пĕтернĕ (замучили). КС. Темĕскерле усал чир (венер. б.) ленкнĕ те, йăлт муталаса пĕтернĕ. || Запутывать (в перен. см). N. Çук, вăл ку сăмахĕсемпе хăйне хăй анчах муталат. || Замаять; мешать. Шибач. Мана муталаса пĕтерчĕ („замаял своими неправильными действиями“). Шел. II. 30. Сыхланарах ĕçмесен, ĕçкĕ часах улталĕ, темле ăслă (преумного) çынна та ĕçне тума муталĕ (помешает). Изамб. Т. Ан мутала (или: ан мутла) мана! Не мешай мне! Сред. Юм. Мана, ĕçлекен çынна, ан килсе мôтала конта! Ib. Кай-ха кôнтан, ĕçленĕ çĕрте ан мôталаса çӳре! || Попусту тратить что-нибудь. Якейк. || Coire. КС. Чăхха алтан муталать (муталарĕ, муталаса тăккăрĕ).

мăйăлтат

(мы̆jы̆лдат), жужжать (о мухе). N. Алăкне уçрĕç, тет те, шăна, мăйăлтата мăйăлтата (у др. нăйлатса), тухса кайрĕ, тет. || Сред. Юм. Мĕн пĕрехмай мăйăлтатса çӳрен çак эс (как бы ноешь, хнычешь)? сан сассуна çиç илтелесе çӳремелле-и-мĕн?

мăкăртат

(мŏгŏртат, мы̆гы̆ртат), ворчать, бормотать, роптать; шептаться, выражать недовольство. Дик. леб 51. Куратăр-и — епле вăл мăкăртатса пырать. СЧЧ. Мăкартатса калаçать. Невнятно говорит. Микушк. Мăкăртатса чарăнсан, ăмăрт-кайăк вĕçсе пырса каларĕ, тет. N. Епле-ха эпĕ ямшăка иртерех кайăпăр, тесе каламарăм, тесе хам тĕлĕшшĕн мăкăртататăп. СТИК. Каçпа çĕр-хута çывăраймарăм: ялан темле мăкăртатнă сасă илтĕнет пек туйăнат („невнятный ночной ропот“). Ст. Чек. Мăкăртатат, ворчит себе под нос. Ib. Амăшĕ тĕпелте мăкăртатат, тет. Чĕлкаш 24. Каччă хăйне хăй сăмса айĕнче мăкăртатса ларнă. Сред. Юм. Мăкăртатать — „1) ругается втайне, 2) распространяет дурную славу, 3) проклинает втайне“. Латыш. Карчăкки ачана пикелет те, çăкăр кĕреççи çине хурса, вĕри кăмакана çăкăр çине виçĕ хут чиксе кăларать, çапла мăкăртатса: çак ача кăмака нишне кайнă пусан, кăмака нишĕ (особая детская болезнь) тухтăр çак ачаран!

мăн

(мы̆н, мŏн), большой. N. Унта мăн пулăсем нумай. Орбаш. Мăн — вообще большой (= пысăк). Ib. Пĕр мăй пӳрте кĕрсе кайрĕ (вешел). Б. Нигыши. † Мучи йăмри мăн йăмра. Н. Лебеж. Мăнĕ пур, кĕçĕнĕ пур, сăмсипе сывлан, кучĕпе шăван, пурте сăра ĕçме килĕр. КАЯ. Кăт лартăмăр-и, лармарăмăр-и, аннепе ват килемей кĕвентепе пĕр мăн (большую массу) тьыха аш йăтса килеççĕ. Ib. Килемей пур турăшсене тӳртĕн лартрĕ мăн çĕлĕкне сулахай хул хушшине хĕстерчĕ те, мăн çăкăра, умне тытса, алăк патнелле тăрса ак çапла кĕлтăва пуçларĕ. КАХ. Çак киреметсене пӳрне те сăрапа чӳклесе пĕтерсен, кайран вара хăй сĕтел çинчи мăн çăкăрпа пирвайхи кĕлле каласа чӳклесе тухаççĕ. (Тайăн сăра). N. Мăн сăмах.

Мăн-киремет

назв. возвышенности и киремети, в 6 км. к западу от д. Перво-Степановой (Ямаш-Тугай тож), Цив. р. Возвышенность эта (бугор) имеет вид опрокинутого блюда. Кан. Шывлă шур хыçĕнче катаран йăрăмланса шуррăн курăнакан сăрт Мăн-киремет выртат. Б. Олг. Мăн киремет авал вăрманччĕ, халь полчĕ ой, сохалаччĕ ĕнтĕ. Киремет пĕтрĕ. Онта ĕлĕк парнă тьыха, окçа тăкнă: çырлах, тенĕ. Инчетри халăх кисе, йĕркипех килнĕ, чуаш та, çармăç та тунă çак киремете. Çак киремет аслă полнă. Халь ой тусан ĕнтĕ, халь соха сохалаччĕ ĕнтĕ, халь вăрман пĕтрĕ.

мăнă

большой, толстый, крупный. Кан. Мăнă çиппеле çĕленĕ пулин те татса илсе юлнă. П. И. Орл. Манăн сассăм çинçе пулĕ, упа сасси хулăм (мăнă) пулĕ. Ир. Сывл. 39. Мăнă вăрманĕ (крупный лес) шурĕ те, тухрĕ. Торп-к. Мăнни мăнăрах çыртать, теççĕ ваттисем. (Послов.). Собр. Ай-ай çак йăвăç питĕ мăнă. (Если же это прилагательное служит определением, то здесь говорят: мăн (без ă). N. Мăнăрах çынсем вăсене чарса калаççĕ: апла ан аташăр, ачасем! Ерк. 6. Урха мăнă евĕрлĕ, çине тăрсан çилĕллĕ. НАК. Мăнă (аслă) турă, мăнă турă амăшĕ. См. мăн.

мăнтарăн

милый, ненаглядный; бедный, жалкий. N. † Ах, мăнтарăн уявĕ, нумай тăмĕ, час иртĕ. СТИК. Эй, мăнтарăн хĕвелĕ: ăшшине те парат, çуттине те парат. Якейк. Эй мăнтарăн апийĕ, пире нихçан та прахмасть-çке. N. † Эй мăнтарăн атте-апай, салтак парсах ватăлчĕç! Пирĕн аттен лашисем салтак турттарсах ватăлчĕç. N. Ай мăнтарăн — пиччей-инке. Ст. Чек. Эй мăнтарăн турри, мĕшĕн çак упăшкана пачĕ-ши! (Тарăхса калать арăм). N. Эй мăнтарăн аннем! Йӳç. такăнт. 17. Кашни кун вăрçаççĕ те çапăçаççĕ, мăнтарăн çылăхсăр чунсем. N. Эй мăнтарăн аннем! эсĕ мана, çак тĕрлĕ хыпса çунаканскерне, кам çине шанса хăвартăн-ши? (Гов. женщина). Пшкрт. Эх мăнтарăн варлийĕ, мана аплак пракăн-ши. N. Ай-хай мăнтарăнĕ, ай куккăшĕ! || Жалкий; заслуживающий сочувствия, жалости. Моркар. Мăнтарăн эсрелли, йăвăр ĕçпе сывмар çын пек полса йолнă. Шибач. Ах мăнтарăн, епле тӳсет-ши. Яжутк. Палумине çинă чух калать, тет: эй мăнтарăн аттийĕ, пĕр çынне те хĕрхенĕ-çке, тесе калать, тет. Орау. Мăнтарăн этемми, тем хĕн те курать. СПВВ. Ай мăнтарăн ачи (сожаление). Ib. Мăнтарăн, восклицание сожаления, любви. Ib. Ай мăнтарăн чиперри, хыптарать те çунтарать. Йӳç. такăнт. Тем çитмест ку ухмаха, ей-яй-яй, мăнтарăн ачи! СТИК. Эй мăнтарăн çынни! вилсе карĕ иккен! (Говорят, когда услышат весть о смерти). N. Амăшĕ ачине шеллесе: эй мăнтарăн ачи! ăçта кайса, ăçта çухалчĕ-ши? тет. Кан. Эх мăнтарăн тĕттĕм пирĕн чăваш хĕрарăмĕ! Сĕт-к. † Ати (scr. атте) кĕрĕк — сар кĕрĕк, хăвас килмеçт — хутараç; салтак шынил — квак шынил, тăхнас килмеçт, тăхăнтараç, ай мăнтарăн ĕмĕрĕ! Пазух. Ай-хай пĕр мăнтарăн, ай, телейĕ, çынна çити-çитми тăрать-çке. N. Эй мăнтарăн пурнăç çитейменни! Б. 13. Мăнтарăн çитмен пурăнăç: шăнать те çӳрет! См. ласко.

мăшла

сопеть, дышать носом. Актай. Пĕр вăрри: çак пӳртре çын мăшлани илтĕнет, тесе каларĕ, тет.

мĕн

(мэ̆н, мэ̆н’), что? К.-Кушки. Мĕн çисе ларатăр? Что это вы едите? СПВВ. ТА. Мĕн полтăртататăн? (= мĕн кирлĕ мара калаçатăн). Ib. Мĕн сослан = мĕн шавлан. Синерь. Амăшĕ: мĕн пăхса çӳремелле? тесе каларĕ, тет. Мать сказала: чего тут возиться (проверяя хозяйство, т. е. нет надобности проверить его). СТИК. Мĕн кунта шăнса вилес тетнем,— атя пӳрте. Что ты хочешь замерзнуть? Идём в избу. Ib. Мĕн вара эсĕ мана ун хуçĕнчен пăхса тăмалла тăвасшăн-им? (Возражает так уверевно, и с сознанием своего превосходства). Ст. Чек. Мĕн пур-ши унта кайса, мĕн пур-ши, шав унта кайса ларан? Зачем ты туда повалился, что ты там нашел интересного? Ib. Мĕн тупрăн эс унта? Что в нем хорошего? Ib. Мĕн тупрăн вара ку вăйăра? Какой интерес для тебя в этой игре. Альш. Ĕмĕр тăрăшĕнче мĕн тухса мĕн килмес. Орау. Якур пичĕш патне натьăк (натяг) илме каяп, терĕ; натьăк мĕн-ши вăл? Что бы это такое было? (задумываясь о предмете, и этим заставляя другого высказать, что это такое). Ib. Виçĕ эрне мĕн вăл (какая важность три недели), ак ман пек улт-çич уйăх ларса пăх, вара пĕлĕн. Ib. Мĕнтен пит ăслă вара вăл? Чем же он умен-то? В чем же виден его ум? Юрк. Вырăсла кĕнекене вуласан та, чăвашла вăл мĕнне пĕлместĕм. Ib. Пăшал сассине илтсен, салтакĕсем, ытти улпучĕсем пурте кĕсем патне чупса пырса: мĕн пулчĕ те, мĕн пулчĕ, мĕншĕн пăшал петĕр, теççĕ. Сред. Юм. Мĕн калан ĕнтĕ (или: мĕн каласси пôрччĕ ĕçке те...). Очень хорошо бы было, но .. Ib. Мĕн алласа çӳрен тесе, пĕрмай килĕрен килле кайса йăмахласа ларакан çынна калаççĕ. Ib. Мĕн тăвас-ха? (Пырса кĕрекен çынтан çапла ыйтаççĕ). Никит. Кайсан та мĕнех тăвать мана. Что особенного он мне сделает, если я и уйду. Изамб. Т. Усаллăх çинчен мĕн калатăн. Ĕлĕк пирĕн хамăр хушшăмăрта та, тарçă тытсан, ăна сăмсипе çĕр сухалаттарасса çитнĕ. Байг. † Сăрă чечек мĕн паха! Аппапа йысна пит паха. С. Айб. Çын ачисем пире çиеççĕ, хăйсем мĕн курасса пĕлмеççĕ. N. Мĕнтенех (в каком откошении) пит аван вара сан сĕллӳ? Шурăм-п. Эх, Петĕр, кĕçĕр мĕн курман пулĕ эпĕ, итлессӳ килет-и, каласа парам. Собр. † Леш айăккине юр çунă, ку айăккине мĕн пулнă; ах аппаçăм (çавă пур), качча кайма мĕн пулнă. N. Мĕн-пулса кяйĕ ĕнтĕ. Что будет уж. Баран. 120. Ем-ешĕл ешерсе ларакан йывăçĕ (картинное выделение из ряда деревьев) мĕн тăрать! N. Вăл мĕнтен пуйса кайнă (вилнĕ)? Икково. Мĕн пăруларĕ: тына-и, мăкăр-и? В. С. Разум. КЧП. Вĕсем хăйсем мĕн калассине каласа пĕтерсен, пирĕн Педтехникумра вĕренекенсем тапратрĕç калама. Тяптяево. Мĕн хăрамалла, кам пирĕн хыççăн килмелле? Чего нам бояться? Кто вслед за нами придет? (т. е. никто). Орау. Халь татти-сыпписĕр çăват те, унтан пĕр-ик-виç уйăх çăмăр пулмасан мĕн тумалла (как быть тогда). N. Унта мĕнсем сутаççĕ? N. Кĕсем мĕнсем? N. Мĕн калас-ха? N. Мĕн каласшăнччĕ-ха? N. Эсĕ мĕн ыратса выртатăн? Регули. 131. Вăлсен поплени мĕн пор онта. Ib. Мĕн вăлсам вăрманта шыранине эп килте топрăм. Ib. Мĕн шыраманнине топрăм. N. Эс мĕнне çухатрăн тата? N. Мĕнӳпе мухтанмаллăх пур сан. О сохр. здор. Çавăнпа ăна пирĕн пĕлес пулать; çынсем епле тата мĕнтен сивĕрен пăсăлса чирлеççĕ-ши? Ала. Мĕн тусан шыв тухат унта, тенĕ (в безводной стране). ЧС. Çынсем çавăнта пыраканĕ пĕри: ку мĕн те, ку мĕн? тесе, пĕри пĕринчен ыйтаççĕ. Чăв. й. пур. 26. Якку каланă: эпĕ мĕн пĕлекен çын? Бес. чув. 13. Эсĕ мĕн капла? Эпĕ сан çине пĕрре те çилленместĕп. Изамб. Т. † Туйăн илемĕсене, ай, мĕн кӳрет? Мĕн выляни-кулни, çав кӳрет (все, что веселит). Баран. 88. Асту-ха лерелле, мĕн хури курăнать унта? N. Мĕн ача турĕ: ывăл ача-и, хĕр ача-и? N. Мĕн пăру туса пачĕ? Утăм. Мĕн мура ямшăксем тытатăн? || Что (относит.). Сунт. Мĕн пулса мĕн килĕ ĕнтĕ. Тавай çул çине валли укçа тăвас. N. Мĕн пулсан та пулĕ, что будет, то будет. Синерь. Мĕн пулин пулĕ (что будет, то будет), ати хушмарĕ те, кайса пăхас-ха (попробую пойти). СТИК. Мĕн тесе-ха вăл пит час карĕ! Что ему вздумалось уехать так скоро. Ib. Ун пек чухне вара мĕн каласан та хĕрсем кăна калаççĕ кĕвве. СТИК. Мĕн каланă сăмах вырăнлă пултăр. Все, что сказано, пусть возымеет силу. Чебокс. Мĕн пулни пулать, кĕрес терĕм те. Коракыш. Эпĕ тăта мĕн пĕлеп! Я знаю еще одну вещь! Ст. Айб. Мĕн пасарин пасарĕ, шур пушăт йывăççи пасармасть. (Ĕне мăйракисем). ||Соответ. русск.: что бишь. С. Дув. Мĕн çук манăн: ĕнер пуснă такам пур, паян пуснă мĕнĕм пур. || В знач. вопрос. частицы, соответ. русск.: что ли ли. N. † Алăк ум вĕçĕнчи ват хурăн: кăçаллăха ларнă пулсан, пуртă витмĕ терĕр мĕн? N. Вăл вĕренме кĕчĕ-и мĕн? N. Вăл кайрĕ-и мĕн? Вăл кайрĕ-им, кайрим? || Что за, какой. СТИК. Паян мĕн пăраçник? Какой сегодня праздник? (простой вопрос). Ib. Паян мĕн пăраçникĕ! Какой еще сегодня праздник! (отрицание и удивление). Толст. Ку мĕн сасси? Что это за шум? Пшкрт: шоj ҕэ̆рмӓ сиβэ̆ полы̆;— мэ̆н сиппм? (или: мэ̆нӓшкӓл сирβэ?),— нимдӓ сиβэ̆ мар’. Регули. 935. Мĕн ĕç он? Мĕн кон килĕ. Ib. 934. Эс кам конта? Эс мĕн çын конта? Ib. Эп тытрăм полсан, сан мĕн ĕç? N. Кĕсем мĕн япаласем? Это что за вещи? Синерь. Эпĕр сута каятпăр тенĕ? — Мĕн сутне (на какой суд)? тенĕ. Орау. Мĕн мĕнĕ тата? Что еще за „что“. N. Хутаçра пĕр виçĕ тенкĕ укçа пулас пулатьчĕ-ха. — Мĕн виç тенки пур унта? Орау. Мĕн вăййи вăл? Что за игра? Ib. Мĕн вăййи вăл! Пĕрне пĕри кӳп те кӳп тутараççĕ. Качал. Яхуне çырмине çитрĕм те, тăкăнчĕ карĕ: мĕн сăян? — Какуй сăян, пухрăм та çур пăт пулчĕ. N. Мĕн çăнăхĕ? Мука из какого жита? Ст. Чек. Анне, улма пур-и? — Эй, ухмах! Мĕн улми унта тата! Ib. Мĕн сивви; мĕн нумайĕ мĕн кунта (какое...). Ib. Мĕн аван япала пăссăрĕ (= пăсрĕ)! Средн. Алг. Хурану пĕчĕкçĕ пуль? — Мĕн пĕчĕкçине калан, пĕр кӳлĕ шыв çитмест. АПП. Упа, çак кашкăра тыт, тенĕ. Упа каланă: ăна тытма мĕн ĕçĕм пур. Чуратч. Ц. Кирĕк епле чире çаклансан, вăсем шухăшлаççĕ: мĕн турри çиленчĕ-ши? теççĕ. Сунчел. Качаки каланă: ăна çиме мĕн ĕç пур (= мĕне кирлĕ). Сред. Юм. Мĕн хыпар пôр-ха, или: мĕн сас-хôра пôр? Что нового? Ib. Мĕн çынни, мĕн арчи, мĕн кĕнеки. Ib. Эп выллянинче сан мĕн ĕç пор. В том, что я играю, тебе (вам) какое дело. Ст. Янсит. Вĕсене эпĕ акă мĕн ĕçре час-часах пулăшрăм. Янтик. Мĕн япала ку сан? Якейк. † Он çиленме мĕн ĕç пор, он пыççине çыхмаспăр. N. † Ял варĕнчи сăрлă юпи мĕн нушташăн ларать-ши, аттен хĕрĕ-сарă хĕрĕ, мĕн нушташăн çуралнă-ши? П. Пинер. † Алкумĕнчи улма йывăççин улми пулманни мĕн усси. || Как. Çĕнтерчĕ. 54. Ех! мĕн савăнса пурăнмасть çав Якур. Ib. 52. Ах, мĕн савăнса çӳремеççĕ çав ачасем! || Зачем, почему, по какой причине. Çĕнтерчĕ. 19. Мĕн янрашатăр эсир паян? Орау. Мĕн юпа пек тăран, кил кунта. Ib. Мĕн мĕреленсе (= наянланса) пыран, ут хăтăрах. (Идет вяло, тихо). Юрк. Ку укçăсене мĕн хам алăра тытса тăрам. N. Тавăрнса, мĕн апая ятлаçтарса порнас? || Сколько, почем. Бр. п. водку 8. Анчах уншăн сăмаххи сăмаххийĕ мĕн тăрать. Но как он дорого ценит каждое свое слово! (т. е. он не разговорчив). Баран. 226. Мĕн çӳрес пеккине çӳресе пĕтереççĕ те, пусма тăрăх улăхса çӳлелле тухма пуçлаççĕ. N. Эй мăнтарăн Прăски, мĕн салтак усатрĕ. N. Мĕне илтĕн, почем купил. Трхбл. Мĕн сысна чике-чике пĕтерчĕç, мĕн чăхă пуса-пуса çирĕç. Регули 939. Мĕне патăн? — Сома патăм. N. Пасартан килсен, пĕр кӳрши ун патне пырать, тет те: ырашна мĕне (почем) сутрăн? тесе, ыйтат, тет. Юрк. Сирĕн тухйăр кĕмĕллĕ: мĕне тăрат кĕмĕлĕ? Сред. Юм. Мĕн ĕмĕр порнатăн (долго находился, когда как обещался прийти скоро). N. Лашасене мĕн кайнă таран ятăмăр. N. Мĕн сахал тесен те, 500 тенкĕ кирлĕ. Панклеи. Ачан мĕн пырнăçемĕн çол хĕсĕнсех пырать. Чем дальше идет, тем... Н. Лебеж. † Мĕн вăрăм-хывлăшă м, ай, кĕскелчĕ. Бел. Гора. † Мулла мечĕтĕ мĕн çӳл мечĕт. || Весь. Альш. Çапла мĕн ĕмĕрне чăвашран ирттереç, авланма каяç те, кил курма çӳреç (портные). N. Этем мĕн пурăнас кун-çулăн хисепĕ çук. Чхĕйп. Чăвашсен мĕн пĕлнĕ ĕçĕте ак çакă анчах пулнă (вот все то, что они знали. Далее идет пер ечисление того, что они знали или умели). || Иногда переводится сл. каждый. N. Кукша мĕн хупараканне (каждого, который влезал касса пăрахат, тет. Çапла пурне те касса пĕтерчĕ, тет. Панклеи. Хĕр вăрă-хорахсен хĕçсене илсе мĕн кĕрнĕ вăрă-хорах поçне касса тăнă. Чхĕйп. Вара унта ĕçме-çима мĕн пыракан пурте çапла асăннă (поминали). N. Мĕн турттарса пынă ăлава çавăнтах тăкаççĕ те, салагса пĕтĕреççĕ. N. Мĕн пынă çын çавăнтах ĕçлеме тытăнать. Коракыш. Манăн лашасем селĕм пултăрччĕ, эпĕ вара мĕн çул çӳрекенсене ĕçе-ĕçе хăварăтăм. || Иногда употребл, в знач. самый. Альш. † Çак юрăсене юрлама мĕн кĕçĕнтен пуçтарнă ăс кирлĕ. N. Акă кăçал каллах мĕн çуркуннеренпе çумăр çумасть. N. Мĕн пĕчикçĕренех. Сборн. по мед. Мĕн халичченех. N. Якурпа шăллĕ мĕн каç пуличченех ĕçлерĕç. Кубня. † Эпĕр мĕн кĕçĕнтен туспала, пире çын çимесĕр мĕн тутăр. Ал. цв. 20. Вăл мĕн пурăннăçемĕн шурă мăрамăртан тунă пӳлĕме час-час çӳрет, хăй хуçине лайăх сăмахсем калать. || Оказывается. Т. VII. Ах турă, атте! пылпа кулачĕ пит тутлă мĕн. N. Эсĕ пит усал çын-мĕн. Ачач 71. Хăшпĕр юратнă çынсем, тантăшсем пулмасассăн, чăнахах та Тимуш пӳртрех лармалла мĕн. ЧС. Вăл çуртсем çунас та çук мĕн те, насус час килеймен. Сятра. Вăл чоашла лайăх пĕлет мĕн. Толст. Вăл иккĕре анчах пулнă, утма та тин анчах вĕреннĕ мĕн. Утăм. Тăлăха питрех те мĕн асап çынлăха кĕмешкĕн çĕр çинче. Якейк. Çораличчен çоралманни лайăх мĕн. Урмай. Чипер мĕн те, аки мар, хӳри пур та, шăши мар. (Çарăк). N. Иçăм çырли пахчинче çырла пиçсе ларнă мĕн. N. Юман çинчен пĕр çăхан çапла калать мĕн кăна. N. Пирĕн пуçран нуша иртиччен выртаяс мĕн аннен кăкăринче. НАК. Çавна курсассăн, эпĕ леш йытă чăнахах усал пулнă мĕн-ĕç, терем. Увидев это, я подумал, видно, эта собака была на самом деле нечистый дух. N. Шăналăкра сакăр хĕр, саккăрĕш те сарă мĕн, эпĕ илесси хура мĕн. Орау. Паян пасарта хăма йӳн пулнă, тит. Ăна пĕлнĕ пулсан, пасара каяс мĕн паян. Сборн. по мед. Эх, пулать мĕн çын та: хĕп-хĕрлĕ, нар пек, çапçутă сăн-сăпатлă, вырăс пек. Ну и бывают же люди, румяный как „яблоко“, белый как русский. М. Васильев. Лашисене хайхисем çаран çине яраç те, канма выртаç мĕн хăйсем. Н. Лебеж. † Ешĕл хырă çинче чăпар кукă (кукушка) ян ярать-çке мĕн аслă вăрмана, янра юлат мĕн аслă вăрманĕ. Б. Хирлепы. † Атте ывăль пуличчен шăмат кĕпçи пулас мĕн, пĕр хĕр татса çитăр мĕн. Кан. Ку вăрсене (семена) пирĕн те туянмаллаччĕ мĕн. Лашм. † Тăшмансем килессе пĕлнĕ пулсан, хываяс мĕн (кĕпер) çатăркаран, пусмассерен путса антăр мĕн. N. Йăваланса тăрсассăн, ну чавать мĕн тымарне. Изамб. Т. Упаç: масар çине шыв сапас, тет мĕн. || Употребл. для выражения обобщения. См. Оп. иссл. чув. синт. I. Истор. Арçынни-хĕрарăмĕ мĕнĕпех юланутпа çӳреме лайăх вĕреннĕ. N. Ăшăк сухаланă çĕрте вăйлă çăмăр çусассăнах, шăтса тухман тырра çерем мĕннипех юхтарса каять. Латыш. Навусне ачи мĕннипех шăпăр шăтăкне тăкать Никит. Арчă мĕнсене эпĕ сотса ятăм. N. Эй атту мĕнĕ, ахалех тăхăнтăм, çăпата сырас мен. Байгеева. Вăл пасара кайсан мана валли кулачă мĕн яланах илсе килетчĕ. Чăв. й. пур. 9°. Пухура мĕн те çынсем тепле вăрçа пуçласан та, тӳпелеше пуç ласан та, вăл Микка, унта пулсан, çапах чарнă. Регули 162. Çав кĕпе ĕçлени мĕнĕпе (мĕнпеле) виç сом тăрать. НИП. Хурăнташсем мĕнсем. Альш. Çисен мĕн тусан хĕрсем çурçĕр вăхăтнелле килĕсене таврăнаççĕ. Ib. Тепĕр кун пек, мĕн пек иртсен, каллех хулана тырă тиеççĕ. Шурăм-п. Килях малалла ирт, тесси мĕнни пулмарĕ. N. Вĕт çăмар мар, мĕн те мар, хура халăх куççулĕ. Ала 86°. Тепĕрне (сосну) тăпăлтарса кăларчĕ, тет те, тепĕр çур хули мĕнĕпе ывăтса ячĕ, тет. Чăв. й. пур. 16. Çав Пайтукан хăй патне пупсем мĕнсем пырсан, е пĕр-пĕр вырăс мĕн пырсан, хăй туха-туха тарса арăмне: епле те пулин калаçкаласа ăсат, тесе, хуша-хуша хăварнă. N. Эй анне, епле каяс вутă касма: манăн лаша та çук, мĕн те çук. Юрк. Çапла пайтахчен ĕçсен, хăй татах ӳсĕр те пулат, мĕн те пулат (и пьяным бывает и пр.). Ib. Пуян çын хĕрне илес тесен, авă çавăнне илĕпĕр; епле хĕрне курнă мĕн пур-и? Ib. † Пӳртĕмĕрсем шурă, саккăмăрсем сарă, эпир тухса кайсан пушă юлĕ, пушă та юлĕ, мĕн те пулĕ, кĕре-кĕрсем тулли чш (= шăп) пулĕ. Ib. Каласа пăхасси мĕнĕ, эсир тăрăшăр. Что, что вы поговорите — вы постарайтесь (т. е. не ограничивайтесь одними разговорами с кем-то, а действительно постарайтесь). Ib. Мĕнпе тӳрлетесси мĕн, эрехпех тӳрлететĕп, тет. Сам. 60. Пĕтрĕм эп те... пурнăç путрĕ, уяхран мĕн ӳк те вил!.. Орау. Лаша пăхма мĕн кайсан, йĕвенне ан çухат; тен кунта хăваратни. Ib. Вăл пĕр вăтăр пиллĕке мĕнелле çитнĕ пулĕ ĕнтĕ. Байгеево. Вăл пасара кайсан мана валли кулачă мĕн яланах илсе килетчĕ. Никит. Чăнахах ĕнтĕ морĕ (мор) килес мĕн пулсан нăмайĕшĕн выльăхсене вĕлерсе тухса кать-çке (= каять-çке). Ib. Сборн. по мед. Ялта урама пӳрт çумне мĕне, урам варрине юпа çумне мĕне. Сред. Юм. Канлĕ вăхăт таврашнелле мĕнелле килсе çапăн эс кôнталла (наведайся). Сам. 30. Этем çке мĕн эп те! терĕ вăл хăйне. N. Мĕн тăвасси мĕнĕ (что делать-то мне), акă? вĕрен явса çак пĕтĕм кӳле çакса вĕретес тесе калатăп. N. Вăл хăйăр тĕмисем çинче курăк мĕн нимĕн те ӳсмест пулĕ çав, терĕм эпĕ. Мĕн курăк ӳсессине калатăн (т. е. какой тут расти траве, ничего не растет).

мĕнĕ пур

что стоит. Бугур. † Пĕчĕкçĕ кăкшăмăн сăри пур, ăна ĕçсе ярасси мĕнĕ пур (что стоит выпить); çак тăвансем юрра хушсассăн, виç çавра юрласси мĕнĕ пур. Сала 365. Вăл та çиме çитмесен, çак упăтене çиме мĕнĕ пур.

мĕн кура

для чего. N. Мĕн кура çак сăмаха çапса хунă!

мĕнле те пулса

как-нибудь; во что бы то ни стало. N. Çак кĕнекене Ивана мĕнлĕ те пулса пар-ха. Как-нибудь передай-ка эту книгу Ивану.

мĕштĕркке

копотун, вялый. НИП. Янтик. † Чунăм савни мĕштĕркке, çак улаха тупайман. Сред. Юм. Мĕштĕркке пик чут мĕштĕртетсе çӳрет. СТИК. Мĕштĕркке; так называют девушек, не занимающихся ничем серьезным, а копающихся попусту. || Так называют маленьких детей, когда они едва только могут передвигаться с места на место.

мнелник

именины. N. Çак хота хам мнелник кон çыратăп.

юраттар

понуд. ф. гл. юра. Н. Колмаюр. Чукун çулне хăйсем пăсса хăвараççĕ, е пирĕннисем, тӳрлетсе, хамăр вакунсене юраттарсах пыраççĕ. Орау. Аптăрарăм ку ачапала! Ăна парап, кăна парап — никăшне те илмеçт. Йĕрет, кăшкăрать, ниме те юраттармасть, çĕтĕк! || Подбирать (напр. ключ). КС. Çăраççине юраттарас. . Çак уçăсенчен пĕрне юраттарар-ха ку çăрана! Подберем-ка один из этих ключей к этому замку!

юри

йори, (jуриы), нарочно, нарочито. Синьял. † Шурă кăçат тăхăнтăм, юри таптаса хуратрĕç; яштак пĕвĕм ӳстертĕм, юри сăмах кăларчĕç. Юрк. Эпĕ ăна юри хам çумма кăсьене илмерĕм. Н. Тим. † Юри карăм пасара, çичĕ пуслăх йĕп илме. Тогаево. † Юри килтĕмĕр юрлама, ӳлĕм килĕпĕр пуплеме. Макка. 24°. † Юри каласа, атă çĕлетрĕм, уяв кунĕ тăхăнса çӳрес пек. Регули. Вăл йори мана çапрĕ. Изамб. Т. Юри пĕлсе тийĕн (как будто зная), эпир иксĕмĕр те кĕççатă, кĕрĕк тăхăнса тухрăмăр. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 27. Çак асăннă чĕрĕ чунсен тирĕ тĕсĕсем пурин те, юри тунă пек, çавăнти тăпра тĕслĕ шупка-сарă. Ст. Чек. Юри-ятне = ятарласа. ||Не серьезно, в шутку. Эп-ăна юри çыртăм. 1. Я написал это нарочито (consulto). 2. Я написал это в шутку. Ib. Вăл юри каланă. 1. Он сказал нарочито (consulto). 2. Он сказал в шутку, не серьезно. Килд. Юри-кăна хăтланат. Только так делает.

юрла

йорла, петь. Якейк. Йорлăçин, йорлĕç (или: йорлаччăр). Если хотят, пусть поют. Ч. П. Çак хуçанăн кăмăлĕшĕн юрламас юррăма юрларăм. Ст. Шаймурз. † Пĕр юрламас çĕртен эп юрларăм çак тантăшсен кăмăльшĕн. СТИК. Пирĕн Иван пичче юрла-юрла юлчĕ, антарса хăварнине сисеймерĕ те (выражение иронии со стороны оставивших Ивана, смех над его беспечностью). Регули 213. Вăл, кисен, йорлакан (йорлĕ). К.-Кушки. Йăтса çӳре-ха эсĕ ăна кунĕпе, урăхла юрла пуçлăн! Ты поноси-ка его целый день, небось по-другому запоешь! Пазух. Мĕншĕн юрлаймастăр, ай, ачисем? сирĕн юрлассăра кам пĕлмест? Ст. Чек. † Юрлайи-юрлайми, ай, лармашкăн, эпирĕх те чĕнмен, ай, хăна мар. КС. Сар-кайăк юрлать. || Продергивать (хаять) в песне. Альш. Час-часах çавăн пеккисене ― хĕлле кайнисене те, пуринчен ытла çулаллă-мĕнлĕ, ашшĕ-амăшĕнчен вăрттăн тухса кайнисене, ял хĕрĕсем, хурлам пек, тăрăхлам пек (т. е. хурлан пек, тăрăхлан пек) пулса, кулкалам пек пулса, вăйăра юрлаççĕ. || Завывать. Калашн. Юрласа хăвалать вĕсене тăвăл.

юстар

понуд. ф. от гл. юс.' Хурамал. Пĕр çын, чĕлхе юççĕн усал калаççа, айăплă пулсан: хама хам чараймасăр, турă юстарчĕ вĕт, теççĕ. СПВВ. ИФ. Юстарас = урăх майпа калаçтарас. Есĕ мана урăх çулпа пыртаран, теççĕ. С. Тим. † Çак Тимĕрçен хĕрĕсем ― юстарма çук пит чее. Сир. 55. Çыншăн хута кĕрсе, хăй çине шанчăк илни туллăх тăракан çынсенех пайтахăшне тĕп тунă, тинĕс хумĕ çапса ӳкернĕ пек, хытă юстарнă вĕсене. Юрк. † Тусă юсат, тесе, ан кала: юстарĕçĕ уллах çĕрсенче. (Вариант см. юс'). Тимер. † Çак Тимĕрçенсенĕн хĕрĕсене юстарса пулмарĕ çепĕç чĕлхепелен.

юса

йоса, (jуза, jоза), чинить, направлять, исправлять; лечить. Янгильд. Çор-конне выйлă (=вăйлă) шывпа ватнă çолсене, çĕр-шу типсессĕн, пор çĕрте те йосама тăрăшаççĕ (стараются починить). Ходар. Шатрапа выртакана пĕр çын анчах пăхать... Вăл та тата вĕрентнĕ тăрăх анчах килет. Шатрапа выртакана лешĕ вĕрентнĕ çыннĕ (привыкший к нему?) шыв парать çăкăр парать, вырăнне юсаса парать-и. Шор-к. Кайран аран-аран чартăм та, йосаса кӳлтĕм (перепряг). || Перешивать. Шибач. Ӳркенместĕн полсассăн, тет, манăн, тет, çак кивĕ сăкмантан, тет, ачана, тет, йосаса парас-чĕ, тет. || Зарядить ружье. Курм. || Привести в прежнее положение, освободить от настоящего состояния. Собр. Ку халăха мана юсаса парсассăн (освободишь от заклинания), çур халăхне парăттăм, терĕ, тет. || Исследовать, критиковать. Шаймурз. Çынпа ытлашши ан калаç, тăванна та ан ман, арăмна та ан ман, ху чунунтан урăх никама та ан ман; вăхăчĕ-вăхăчĕпе ху чунна та юса. || Бить, пороть. Ст. Чек. Юсаса илтĕм = хĕнесе илтĕм, прибил, выпорол. || Futuere, terere. Якейк.

юх

течь; плыть. К.-Кушки. Шыв юхрĕ. Вода текла. Б. Яньши. Вăл шыв кунта Ишек патне çитичченех юхса килет (течет до с. Ишак). N. Пирĕн ял патĕнченех Енĕш ятлă шыв юхса иртсе каять (протекает р. Аниш). Альш. Хай сăрасем юхса пĕтсен, хĕрсем сăрисене пĕр-пĕр хваттире пуçтараççĕ. Ердово. Пысăк шывсем çинчен пăрсем юхса пĕтсен (после ледохода), прухутсем, паршăсем, пĕрене суллисем юхма пуçлаççĕ. Ст. Чек. † Атăл юхмас тулли, ай, пусан та; ан ӳпкелĕр епле пусан та. Сала 179. † Атăл юхмас, епле тулсан та. Регули 221. Шу йохаканĕ (йохакан шу) лере çок. N. Çырмасенче шывсем юхма пуçларĕç. По оврагам потекла вода. Чураль-к. † Шур Атăла кĕпер турăм, çийен шывĕ юхмасса; кăçал тухрĕ çĕнĕрен саккон, хĕрпе ача çывăрма. Регули 256. Конта йохман шу пор. Здесь есть непроточная вода. N. Шусем юхса петрĕç, çĕр типрĕ. Вода стекла, земля высохла. Ал. цв. 9. Вĕсем çине пăхсан, сĕлеке юхса тăрать. Самар. Ту çинчен шыв юхнисем кунтанах курăнаççĕ. Отсюда видно, как в разных местах стекает с гор вода. Пазух. Атте лаши тур лаша; турти тăрăх тар юхать, пĕкки витĕр пĕлĕт юхать, çилхи витĕр çил вĕрет. N. Ура виç-тăват тĕлтен шăтса юхрĕ. На ноге были гнойные нарывы в 3-4 местах. Скотолеч. 17. Сĕрессе (лекарством) нумайтарах сĕрес пулать, анчах юхса тăмалла (так, чтобы текло) сĕрме юрамасть. || О ведре и т. д. N. Витре (катка, сăмавар) юхать. Ведро (кадка, самовар) течет (пропускает жидкость). || Оплывать. Ч.С. Тата чара хĕрне çутнă çуртасем, ирĕлсе, çĕре юхсан: вилнĕ çынсем йĕреççĕ пулĕ, тесе, хуйхăрса лараççĕ. (Çураçма). Орау. Çурта çуннă майĕпе ирĕлсе юхса анать. || Гноиться. В. Олг. Холĕ йохат. у него гноится рука. Чăв.-к. † Пирĕн савнă туса каяканăн икĕ куçĕ шăттăр, пичĕ юхтăр. (Хĕр йĕрри). || Двигаться, направиться. Шел. 64. Ах, халăх тытăнать хир енелле юхмашкăн. Упа 667°. † Вун-ик хĕрпе пĕр матка (= арăм) юхайраççĕ пасара. М. Васильев. № 3. Старик х(ă)раса лаçăран йохать килне хăвăртрах. Собр. 37. † Улăхрăм-кайрăм çӳлĕ сăрта, юхрăм-антăм шыв çине. || О вшах. Н. Сунар. † Çакă ял(ăн) хĕрĕсен пыйтă юхать, курмастăр-и?(так и сыплются). || О движении облаков. Череп. Кунĕпе пĕлĕт юхрĕ. Весь день ходили облака. Сала 95. † Ĕнтĕ пĕлĕт юхат, хĕвел пăхат, ун хушшинчен вăш, вăш! çил вĕрет. Ау 267. † Ĕнтĕ пĕлĕт юхат уйăхпалан çăлтăрсем хушшинче. Альш. † Ĕнтĕ пĕлĕт юхат, пĕлĕт юхат уйăхпалан хĕвел хушшинчен. || Быстро подвигаться. Якейк. Соха касси йохса анчах пырать; çак соха-пуç лайăххине тата çĕр çамçине пĕлтерет. Кон. 1927, № 237. Халăх хушшинчи ĕçсем те питех юхсах пыраймаççĕ. Ib. Юхса-çеç пырать çав... || Не ладиться. Шор-к. (Алик. в.). Ĕçĕ юхса тăрать. Дело валится из рук, не ладится. (Можно понять и букв: «так и течет»). Жатва. Çав çыннăн ĕçĕ аллинчен юхсах пырать. || Сыпаться. Толст. Мĕнле апла вăл, çăнăх пекех çемçе юхакан-и? N. Пăрçа хăма тăрăх юхса анчĕ. Горох скатился по доске. || Рассыпаться, просыпаться. Ч.П. Аллăм-кăна тулли алă çыххи юхса тухмин, лайăх-чĕ. N. † Чупрăм-антăм çырмана, юхрĕ-тухрĕ шерепем. Шурăм-п. № 6. Халĕ те унăн пĕр ят çĕрĕ анчах пулсан та, тырри час-часах уйра пĕччен юхса ларать. || Сползать? Шибач. Сăкман йохса каять. || Уплывать, выплывать. Ч.П. Вĕт-вĕт çумăр çăвать-çке, кантăр юхса каять-çке. Собр. † Сикрĕм-лартăм кимĕ çине, юхрăм-кайрăм пĕр çухрăм. Кильд. † Юх, юх, кимĕ, юх, кимĕ, таса çерем çине тух, кимĕ! (Здесь переписчик приписал: «юх-юх — причастие»). Илебар. † Улача кĕпе, ука çуха, юхрĕ-тухрĕ шыв çине. Ала 33°. † Вун-икĕ чĕпĕлĕ кăвакал кăларчĕ-ячĕ шыв çине: юхăр та çӳрĕр, тияйрĕ. || Линять (о шерсти). Шурăм-п. № 5. Сурăхсене урама кăларма пуçларĕç, тĕлĕнмелле начар: çăмĕсем юхса пĕтнĕ. || Худеть. Альш. Ĕлĕк мăнтăр-ччĕ те, халĕ пĕтĕмпе юхса тухрăм (похудел). || О плавных движениях пляшущего. Хурамал. Пĕр çын пит хитре ташласан: пĕр юхать çав! теççĕ.

Йӳплă вар

назв. оврага (çырма) в поле дер. Ново-Тойдеряковой, Тет. у. Н. Тойдеряк. Çак çырма икĕ йӳплĕ. Поименованный овраг разветвляется надвое.

йӳрĕк

живой, быстрый, расторопный. СПВВ. ПВ. Йӳрĕк ― старательный, расторопный. (Козм.). Поуч. и речи сельск. жит. Эсĕ халĕ тулли ӳтлĕ, йӳрĕк (= шухă) чунлă; ватăлсан, санăн шăммусем пĕрмечĕклĕ тирпе анчах витĕнсе тăрĕç. СПВВ. ЛП. Йӳрĕк = ĕçчен. Полтава 6. Хăш чух йӳрĕк лань (надо: план) пек вăл утса çӳрет çăмăллăн («лани быстрые стремленья»). Б. Олг. Йӳрĕк çын — работящий, трудолюбивый. Б. Олг. «Йӳрĕк çын - ловкий, ĕçлет». || Имя героя в сказке, который выполнял трудные вещи, пользуясь словами: «Пӳлĕх, пӳлĕхçи, уланка пулă калашне (çак патша хĕрĕ пĕтĕ пулнине курăттăм)». Собр. 237. Ĕлĕк пĕр кахал йӳрĕк пурнать, тет. || «Растяпа, вялый; небрежный». М. П. Петр.

йӳçĕш

йӳçĕшĕ, кислота, горечь (здесь ш, шĕ ― афф. 3-го л.). Собр. 248°. Кăшман йӳçĕш çарăкра, теççĕ. (Послов.). Т. VI. 55. Çак çичĕ тĕслĕ тырă-пул шерпечĕ сана пултăр, турă-амăшĕ, йӳçĕшĕ хура халăха. Чипĕр ĕçме çиме перекетне пар, тет.

йăвала

(jы̆вала), валять, катать. Шибач. Н. Карм. Чуста на йăваласа чăмăртас. Иов 8. Эсĕ мана, тăмран йăваласа тунă пек, якатса турăн. N. Кушак-кайăкне, аллинче йăваласа лучăркарĕ (измял мышь, валяя в руках). Артюшк. Хĕр çак çынна йăвалама (валять, катать по земле) тытăннă; ача, тӳсеймесĕр, кулса янă. || Тереть. Трахома. Пĕр-май куçне йăваласа çӳрет. Постоянно трет свои глаза. Ч. П. Вăта пӳрне вĕçне (концы отмороженных пальцев) йăвала-йăвала хĕрлĕ чĕреме (лицо) шуратрăм. || Мять. Сред. Юм. Йăваласа çемĕçтер хытса кайнă кĕрĕке. Çутталла 42. Пӳçахĕсене, ывăç тупанĕ çине хурса, йăваларĕ. N. Вĕсем, тырă пуçахĕсене тата-тата илсе, йăваласа çие пуçланă.

йăвалан

кататься (напр по земле), валяться; катиться. N. † Çатан урлă сикрĕм-каçрăм ― атă тăхăнтăм; йăвалантăм-кайрăм (покатился) ― халат тăхăнтăм; алăпа хыпаласа пăхрăм — пурнелĕ перчетке тăхăнтăм. Ч. С. Пĕрре пирĕн çав лаша пĕр кун кунĕпех ним те çимерĕ, ялан йăваланса, урипе çĕре чавса выртрĕ (все валялась и била ногами землю). Ib. Пуринчен ытла амăшĕ: йăваланса (катаясь), уласа, выльăх пек кăшкăрса (=уласа), темĕскерсем кала-кала йĕрет. N. † Леш аяккинчи пĕрене йăваланат йĕпене: ку аяккинчи пĕрене йăваланат уяра. Собр. 22°. Йăтă йăвалансан, тăман тухат, теççĕ. Альш. Йытă йăвалансан, тăман çăват, тет. Чув. прим. о пог. 223. Тиха пит йăвалансан (выллясан), йĕпе пулать. Если жеребенок очень много валяется (играет) — к дождю. N. Лаша ура йăрисем (= йĕррисем), вăл йăваланнисем лайăхах курăнса выртаççĕ. Орау. Пĕренесене шыв илнĕ, шывра йăваланса çӳреççĕ. Бревна залило водою; они валяются в воде (так говорят о круглых предметах). Сред. Юм. Йăваланса йĕрет. Плачет в отчаянии (катаясь по земле). Çутталла. 68 Чĕрĕп çурăмĕ çине выртать те, тек типĕ çулçăсем çинче йăваланса çӳрет. Çулçăсем йĕпписем çине тăрăнса тулаççĕ. Чуратч. Улăхса çите пуçланăччĕ, çак ачан хальхи (= хайхи) кăкшăмĕ йăваланса шывах анса карĕ (скатился). Капк. 1928, № 18. Те лупас айĕнчи тин туса хунă чĕрĕ кирпĕçсем çинче йăваланнипе айăпа кĕнĕ. N. Çак çынсем ан паллаччăр, тесе, пĕре йăваланчĕ те, вăкăр пулса тăчĕ (обратился в быка), тет. Эльбарус. Эпĕ çав çырманалла хыттăн ĕнесене хăваласа чопса аннă чохне, чăнкă пиркипе, чикеленсе, йăваланса, çохăрса анчах çырма тĕпнелле анса карăм. Ib. Пĕр шĕвĕр патак тĕл полса, таçтан шăтарса пăрахать поль, тесе анчах йăваланса анатăп. Я скатываюсь, а сам всё боюсь, как бы не наткнуться на какую-нибудь острую палку. Б. Яныши. Ним тума пĕлмесĕр, салтак, хĕресне хуçса, пăшал ăшне ярса, пăшалне пере панă, тет; ĕни йăваланса кайнă (покатилась), тет. Чаганар. Çав сехетрех лаша каял(л)а тапса ячĕ те, çавăнтах кашкăр йăваланса карĕ, тет. || Копошиться. Пытьă (= пыйтă) хорт пак йăваланать, тит. || Шурăм-п. № 23. Вырăсĕ тахçанах иртсе кайнă, эпир тин йăваланса тухатпăр(как бы «выползаем»).

йăвăр

(jы̆вы̆р, jŏвŏр), тяжелый, трудный. Козм. Йăвăр (jŏвŏр) тяжелый. Полтава 61. Тимĕрленĕ Кочубей гетман тĕрми пашнинче (scr. башнинче) ларать йăвăр шухăшпа («в глубокой думе»). Ердово. † Пĕчик торă лашине йăвăр лава ан кӳлĕр. Не запрягайте маленькую гнедую лошадь в тяжелый воз. Самар. † Аслă шыв хĕрри кăвак чечек, йăвăр тăмсем ӳксен, тӳсеймест. А. П. Прокоп. † Çамрăк пуçма йăвăра хутăм (поставил в тяжелые условия), çичĕ ютшăн мар-ччĕ, тăваншăн. Цив. Пӳртĕнче çавăрăнса тухма та çук йăвăр шăршă кĕрет (тяжелый запах). || Грозный (о дожде). Собр. Пит йăвăр çăмăр килнĕ чухне, чĕкеç-курăкне татса илсе, икĕ алăпа икĕ енелле чĕрсе пăрахсассăн, çăмăр ик енелле сирĕлсе каят, теççĕ. || Густой. Н. Лебеж. † Хура вăрман çинче йăвăр тĕтре (густой туман), кайре пулĕ вăрманăн тăршшĕне. || Трудно, тяжело. Орау. Чăваш хушшинче пулман япаласам çинчен чăвашла калаçма йăвăр. Трудно говорить по-чувашски о том, чего нет в чувашской жизни. Н. Сунар. Пĕр кĕмĕл шăхличă панă: çак шăхличăпа шăхăрт, йăвăр кисен (если тебе будет трудно), тенĕ те, иртсе кайнă (старик). Орау. Йăвăр-им сана пĕр-ик-виç тенкĕ парасси? Чего тебе стоит дать 2—З рубля. С. Йăвăр килĕ сана (эп вилсен). Трудно тебе придется (после моей смерти). Сёт-к. Орапая йăвăр тьярăм (= тиярăм, тиерĕм) та, аран лăчăртаттаркаласа (скрипя) çитсе. || Альш. † Манран юлнă тур лашана ĕçе йывăр ан кӳлĕр. || Обида. Орау. Кăмăлна йăвăр ан ил те, вăл сирĕн ача вилет пуль. Не обижайся, но ваш ребенок, как мне кажется, умрет. Янтик. Çавсан сăмахсене вăл пурне те пит йăвăра илнĕ. На все эти слова он очень обиделся. Шемшер. † Виç картлашки посмине, эпир посмасан, кам посас? Çакă Шемшер йăвăр ятне, эпир илтмесен, кам илтес? (Солд. п.) Буин. † Çичĕ-юта йăвăр калас мар (не нужно говорить обидного слова): кăмăл çемçе, чăтаймăп. (Хĕр йĕрри). || N. Ку арманта шайкка йăвăр: хуçа шайккине йăвăр илет (т. е. слишком много берет лопатного). См. йывăр.

йăлмакла

захлеснуть петлей. Сред. Юм. Çак вĕрене çав юпаран, кайса, йăлмакласа пар-ха (см. рис. А). СТИК. Йăлмакла; тенкел урине йăлмакласа ил. IЬ. Йăлмакласа çыхса хур. Плукпа акаланă чухне хăмăт-пăявĕнчен вĕрен çыхаççĕ (см. рисунок Б).

йăлха

топкий. Муч. Вăрман варрине йăлха шур çĕре ертсе кĕнĕ. Ib. Çак йăлха шур варринчех вилĕр. Календ. 1908. Мĕн пур пек çаранĕ те Никольскисен çара лачака, йăлха. || Ил? СПВВ. ЛИ. Йăлха ― шыв тĕпĕнче пулать.

йăнăш

(jы̆ны̆ш), ошибиться. Ч. С. Кильд. † Сирĕн умма юрлама тăрсассăн, чĕлхе-çăвар йăнăшмин, лайăхчĕ. А. П. Прокоп. † Çак киле килтĕм, хăна пултăм, тухаймарăм урам тайлаччен, каяймарăм чĕлхем йăнăшаччен. Ошибка. N. Пăхăсăн, пуçлăхĕ хăйсен салтакне йăнăшпа (по ошибке): ют çынтăр, тесе, палламасăр, персе вĕлернине кураççĕ. N. Сан п¬атн'а jы̆ны̆ш кэ̆рдэ̆м. Ст. Шаймурз. Йăнăш пулнă пулĕ. Неправильный, ошибочный; неправильно, ошибочно. Орау. Эй, йăнăш чиксе ятăм тата! урăх шăтăка кĕрсе карĕ (о перчатке). Шурăм-п. № 22. Хăш çĕрте «шутлас» вырăнне «хисеплес», тесе калаççĕ пулсан та, йăнăшпа (sic!) калаççĕ (говорят ошибочно). N. Эсрелĕ, йăнăшпа, чирлĕ çын патне пырас вырăнне ун кӳршине пынă, тет. Ч. П. Йăнăш сăмах тухмин, лайăхчĕ. СПВВ. Йăнăш = юмăш. Ч. П. Йăнăш пултăм чĕлхерен. У меня стал отниматься язык (т. е. не ворочается, от опьянения). Карсун. † Ӳссĕр-кăна пултăм хăмларан, йăнăшкина (с «и»; это верно!) пултăм чĕлхерен (язык не ворочается).

йăпантар

(-дар), понуд. ф. от гл. йăпан. Ст. Чек. Йăпантар-ха ачана, ман хыçран ан çӳретĕр (займи чем-нибудь ребенка). Собр. † Савса килтĕм çак киле, йăпантартăм хуçана.

йăпат

(jы̆бат), понуд. ф. от гл. йăпан, утешать, успокаивать, уговаривать, развлекать, ласкать, обманывать. ЧС. Мана хай йăпата-йăпата чарчĕç (от плача) те, анне патнерех пырса пăхрăм. Ib. Эпир аннепе макăрса вилетпĕр анчах. Çынсем пире йăпатаччĕç (утешали). Собр. Йалан çын йăпатнипе пурăнаймăн, теççĕ. (Послов.). Чăв. й. пур. 32°. Çынна йăпатма-илĕртме пит ăста пулнă, епле-те пулин çынна йăпатса, унтан эрех эçнĕ. N. † Хăйсем чĕлхисемпе йăпатăççĕ: ăсататпăр, тесе, каламаççĕ. Бюрг. † Ах, йăмăкçăм (ячĕ)! çынсемех йăпатĕç: ют çынна кайрĕ, тесе; йăпатса ыйтсан та, ан кала: юта кайрĕ, тиесе: манăн çамрăк пуçаях хĕн килĕ. Б. Бур. † Мĕшĕн вăйя тухмастăр, чунăрсене йăпатма. Альш. Аранçĕ кĕтме хушать-и, япала çук, тет-и, е мĕнпе-те-пулсан йăпатса ярать-и. Б. Акса. Выç хырăма йăпатма эпĕ пĕр çарăк çирĕм. Чтобы успокоить голодное брюхо, я съел одну репу. Альш. † Ĕнтĕ ăсататăр, йăпататăр, каяс та çулсем вăрăм, кун кĕске. Янтик. Йăпат ачана, Марье! Успокой (утешь), Марья, ребенка! Улещать. N. † Кĕримĕски çĕлĕкне чалăш лартса, кама ăсатрăн çурăн çĕрĕнче? (в весеннюю ночь; вероятно, здесь ошибка вм. çĕрĕн çурринче, т. е. в полночь?). Кăмăлăр савса, пил туртса, йăпатас мар çемçе чĕлхепе. Кого это ты проводил в весеннюю ночь, надев набекрень свою крымскую шапку? Если ты действительно любишь и у тебя лежит ко мне сердце, то не надо бы тебе утешать меня своим нежным языком. СПВВ. Йăпатма — илĕртме. || Отвлекать (от дела). Ст. Чек. Çак вара килсен, тек сăмахĕпе йăпатса тăрат (отвлекает от работы). См. Золотн. 213. Обманом заставлять терять дорогое время. || Гладить (лаская). КС. Хĕн-хур. Улпут вара, Ануша пуçĕнчен йăпатса (погладив по голове), каланă. || Удерживать. Хурамал. † Каяс çулсем вăрăм, кунсем кĕске, ан йăпатăр (не удерживайте) çемçе чĕлхĕрпе.

Йăрăх çырми

назв. оврага (çырма около д. Ново-Тойдерякова, б. Тет. у. Н. Тойдеряк. Йăрăх çырми. Çак çырмара ĕлĕк тула тухман. Тула тухсан, суран ерет, тенĕ. Çавăнпа кунта вăкăрсем, сурăхсем пусса пăрахнă.

йăрт-йорт

(jŏрт-joрт), подр. прыганью. Б. Олг. Пăрçа пăхрăм эп кĕпере ― йăрт-йорт, йăрт-йорт! сиксе карĕç, тытимерĕм, тарчĕç. В. Олг. Пăрçа йăрт-йорт сиккелет. Ib. † Мĕншĕн сăра тути çак? ― Амăшшем хăмла татнă чох, карта орлă йăрт та йорт, çанпа сăра тути çок. || Хорачка. jырт -joрт пыккалат рэ̆к (быстро).

йăрхах

(jы̆рhах), крюк, вешалка. СПВВ. † Пурçăн пушша (кнут) çакмашкăн ылттăн йăрхах кирлĕ ăна. Ч. П. Йăрхах, крюк (напр., для того, чтобы вешать кнут). Тюрл. Йăрхах ― крюк (йăвăçран, якатма). N. Йăрхах ― вешалка. Зап. ВНО. Йăрхах ― крюк для шлифовки веревок. Ib. Пĕчик пиччен пурни куккăр. (Йăрхах е кантра туртмалли пăта; в б. Козмод. у.). Ib. Йăрхах вăл туратлă йăвăç. ― Лашасене йăрхахран кăкар (привяжи), теççĕ. Синьял. † Çăпатине йăрхаха, хĕрĕсене чăлана, майра ташши ташлама. N. «Йăрхах, а у нас пăта». СПВВ. ОВ. Йăрхах ― çекĕл, кукăр пăта, пӳрт алăк патне стена çăмне (так!) тунтирсем çакма тăваççĕ. Разум. «Йăрхах ― кантра якатмалли». Етрух. Çав йăрхахран уснать (= усăнать) пулать унăн чунĕ (арçын чунĕ). Çынна пытарни; см. вил). Янтик. Йăрхах ― деревянный крючок для вешания в избе. Так, напр., говорят: «Йăрхаха çак».

йăс

(jы̆с), то же, что йĕс. Завражн. Йăс ― желтая медь. Цив. † Хут кӳмепе карăмăр, йăс кӳмепе килтĕмĕр. Сред. Юм. † Пичче пӳрчĕ пысăк пӳрт, йĕри-тавра йăс пăта. Эпир килсе кĕнĕ чух, йăс пăтасем çуталчĕç; эпир тухса кайнă чух, йăс пăтасем тутăхаç. Якейк. † Йăс, йăс такан, йăс такан. К.-Кушки. † Йăс кĕлелĕ пушмакçăм, йĕрĕ юлтăр çак киле. Цив. † Йăсран кĕпер хыврăмăр. Шемшер. † Шемшер орам йăс орам; эпĕ тохса кайсассăн, йăс орам те тотăхĕ. || Латунная бляха на сбруе. Сред. Юм. Йăс тесе, ютлăхсем çумне çĕлесе яракан йăсран тунă тӳмесĕне калаççĕ. СПВВ. ИА. Лаша таврашне йăспа илемлентереççĕ.

йăт

(jы̆т), поднимать, носить, таскать, положить на себя и нести. ЙӨН. Таканапа шу йăтаççĕ, витре ăшĕнче пуç çăваççĕ. СЧЧ. Мирон пичче хай йĕрĕх пĕрнине илчĕ те, пахчаналла йăтса кайрĕ (понес). Ч.С. Çынсем хăшĕ чĕрес, витре, касмăк çĕкленĕ те, шыв йăтаççĕ (таскают воду). Ала 55. Йăтсан-йăтсан, манăн кĕлетре нимĕн те юлмаþ (я перетаскал все). Орау. Ула-кураксам йăва çавăрма хулăсам йăтаççĕ. Вороны таскают прутья для гнезда. N. Анна вут йăтма кайнă. Анна пошла таскать дрова. N. Ачана йăтнă ― пырать. Несет ребенка. М. Кукшум. Пирĕн те вут йăтас, çын янтипех ăшăнса выртас мар пăрмаях. Шимер-Пось. Вĕсем ахаль пыман-мĕн, çăварĕсемпе пылчăк йăтса пынă (таскали во рту грязь). Упа. Çак упа тус пирĕн пуçне йăтса пăхать (поднимает голову) ― хыр йăвăсĕ çинче вĕлле çакăнса тăра парать. Якейк. Йăтиман нумай йăтнă, тет. (Послов.). Курм. Вăл кĕнекесене пасарта, тата ялсенче йăтса çӳресе сутать-чĕç. N. Ĕлкĕрмен-и-хă? ― Ĕлкĕрнĕ; йăтса кĕреп ĕнтĕ. Разве не готово? ― Готово, сейчас внесу. Сюгал-Яуш. Вара пулăсене йăтрăм та (положил на себя), киле кайрăм. N. Йăтса пыр, нести, тащить. N. Йăтса çитер, донести куда. Орау. Хăшĕ хĕрне йăтса çӳременни анчах. Иная готова дочь свою носить на руках, т. е. очень балует ее. Чаду-к. Кайран вара саккăрăн яла йăтса хăпарчĕç. Çĕнтерчĕ 29. Тулла шăтăка йăтса пăрах. Сл. Кузьм. 66. Вăл тинĕс хĕрринчен темĕн тĕрлĕ чăнкă ту çине михĕпе тулă йăтнă (таскал мешки с пшеницей). Взять что-либо, чаще ― тяжелое. Альш. Аслă ывăлĕ хăйрине (точило) йăтать, тет те, каять, тĕт, çӳреме. Шурăм-п. № 16. Хыйă йăтнă. Взяли лучину (лучинки) в руки. Ала 26. Мĕн тума (к чему) ун чухлĕ сухари йăтăрăн? (взял с собою). Шибач. Хоçи сенкĕ йăтрĕ (взял) те, чопрĕ хытă çав ачасам патне. || Добыть в изобилии. Якейк. Апи ĕнтĕ кăçал хăяр йăтса илĕ! [у тебя (говорит матери) нынче будет много огурцов]. ― Йăтса илес çок эп, лартмастăп та. Янтик. Ну, йăтрăмăр пулла. Ну, и наловили мы рыбы! (т. е. поймали много рыбы). || Выдерживать. Орау. Пăр хулăм шăннă ĕнтĕ, лашана та йăтать (выдерживает лошадь). Ч.П. Пилеш пиçсе çитнĕ чух, аври йăтса лараймасть. || Принимать (в картах). N. Йăтрăм. Я принял. || Обрушить. Срв. и ш. N. Уç! Уçмасан, йăтса антарап, тет. Он говорит: «Отвори, а то я разрушу (избу)» Синерь. Тапратрĕç, тет, вăрçма кашкăрпа вуникĕ мăйракалли вите (sic!) йăтса антарас пек. Чорт и волк принялись драться так, что казалось, что они обрушат конюшню.

йăт тăриччен

спозаранок. Якейк. Йăт тăриччен çак аная пĕтерме па-ар! Ib. Эп йăт тăриччен вăл масмака туса прахăп. Ib. Йăт тăриччен ут тытса килч. Ib. Йăт тăриччен пасара кайса килтĕм. Ib. Йăт тариччен вот çонтарса кăлартăм (истопила печь).

вăхăтлă

временный; умеренный; умеренно; в меру; в надлежащем количестве, в надлежащем достатке; впору. Изванк. Вăл ни ытла лутра та мар, ытла пысăк та мар, так вăхăтлă, кăвак сухаллă ăстарик. О сохр. здор. Вара пирĕн пурте (в организме) вăхăтлă пулать, çиессине те талăкра икĕ кĕрепенке (= кĕрепенкке) те виç чĕрĕк анчах çиетпĕр. Ib. Пит аван вырăн акă: лаша хӳринчен, çилхинчен тунă тӳшек; вăл çемçине те çемçе, яка тăрать, ăшши (тепло) те унăн вăхăтлă пулать. КС. Нумай çисен, хырăм ыратать, тесе, паян вăхăтлă анчах çырăм (= çирĕм). Ала 97°. Ĕлĕк хĕнхур нумай курнă пулин те, халĕ вăхăтлă пурăнать. М. П. Петр. † Урпа сăри сирĕн кăпăклă, çамрăксене ĕçме вăхăтлă (впору). Стюх. † Сăрисем те ĕнтĕ пит кăпăклă, пире, çамрăксене, ĕçме вăхăтлă. Регули 1181. Вăхăтлă (ни быстро, ни тихо) çӳрерĕм. Яжутк. Ни нумай, ни сахал, так чух, вăхăтлă пĕçер (обед). Хыпар № 31—2, 1906. Чечексем пит нумай çурăлнă çул вĕсене татса сайратмалла, вара çимĕçсем вăхăтлă (в надлежащем виде) анчах пулаççĕ. Кан. 1927, № 234. Çак суйлава иртерме (= ирттерме) ĕлĕкхи ялсовет членĕсем пурте вăхăтлă (своевременно) пуçтарăнчĕç. Чăв. Ялĕ 1929, № 7—8. Пӳрнисем тӳрĕ, тĕреклĕ, вăхăтлă вăрăм. Артюшк. Вăталăх хĕрне каланă: санăн вăхăт иртсех кайман (для замужества)-халĕ, тенĕ; кĕçĕн хĕрне каланă: санăн вăхăтлă-ха (как раз пора), тенĕ.

вăшкаллă

похожий, подобный. Янтик. Эсĕ çак Иван вăшкаллă (похож).

вĕлер

убить. К.-Кушки. Вăл усала вĕлерес пулат. Эту дрянь надо убить. N. Вĕлерсе пăрах çак усалсене. Убей этих негодяев. Сред. Юм. Вĕлерсен те каймасп! Хоть убей, не пойду! Кан. Вĕлерес пек хĕненĕ. Избили чуть не до смерти. Регули 743. Çапса вĕлертĕм, персе вĕлертĕм. Ала 94. Исе кĕрĕр сӳс пушă, эпĕ ăна вĕлерес пек хĕнем (изобью до полусмерти). Ст .Чек. Пĕрне вĕлерсе, пĕрне чĕртес. || Уничтожать. N. Çчена çинче темĕн чухлĕ хăнтăла вĕлернĕ. На стенах надавлено клопов ― полно! Орау. Пĕтĕм пӳлĕмне хăнкăласене вĕлерсе вараласа пĕтернĕ. Ib. Пĕтĕм пӳрт ăшчиккине хăнкăла виллисемпе вараласа пĕтернĕ. Все стены измараны раздавленными клопами. || Дать умереть, попустить умереть. Шигали. Мĕншĕн эпир макраппăр-шин? Мĕншĕн тесен никам та хăйĕн тăван амăшне вĕлерес килмес (не хочется, чтобы она умерла) и нiкам та ама-çури амăшне (мачеху) юратмас. Ч.С. Çапла аттепе анне, лаша асапланнине курса, нимĕн тăва пĕлмесĕр, пăхса тăрсах вĕлерсе янă (как бы дали умереть). Рекеев. Эпир аттене вĕлертĕмĕр (т. е. у нас умер отец; означает то же самое, что «пирĕн атте вилчĕ»). В. Олг. Пĕр ôпăшка вĕлертĕм эн (у меня один муж умер), тепре туянса. Сред. Юм. Ик ôпăшка вĕлернĕ ĕнтĕ эн. Я уже двух мужей схоронила. НТЧ. Вара Елекка арăмĕ, упăшкама вĕлерсе пулмĕ (нельзя же допустить, чтобы муж умер), чӳклес пулĕ, тесе, килне тавăрăнчĕ, тет. Череп. Ачана вĕлерсе ятăмăр. Схоронили мы свое дитя (не уберегли; гов. с сожалением). || Мять (плохо косить). Сред. Юм. Утă вĕлерсе-çиç пырать. Утă çăлаймасăр, ватса, таптаса-çиç пырсан, калаççĕ. || Быть восхитительным, приводить в восторг. К.-Шемякино. Эх, явлăкĕ!.. вĕлерсе ярат! (Очень хорош). Орау. Эй, пулать те-çке кам япала, пĕтĕмпе вĕлерсе ярать! (De coitu ad exitum spectante). || Страстно желать. Ч.П. Çав Ирçе яль ачисем хĕр илесшĕн вĕлереççĕ (страстно желают). || Производить весьма сильное действие. Чураль-к. † Ал(л)уна уткаласа ан кала: алă, ыратса вĕлерет (страшно болит). Уруна тапса ан кала: ура ыратса вĕлерет. См. уткала. Сёт-к. Вутă çинче шăрăх пĕçертсе вĕлерет. На сенокосе ужасно жарко. || Выражает усиление. Орау. Эп авланап, тесен, мана вĕлерес пекех тухмалла та вăл качча... (выйдет за меня с радостью, с охотой). Ib. Пĕр шурă чĕреллĕ (бледный) ача туйра вĕлерес пек ташлать (пляшет с крайним увлечением); кам ачи-ши вăл? Ib. Вĕлерес пек пырать (быстро, о человеке), таçта каять. Кан. 1929, № 75. Тек те текех (то-и-дело) çапла хăтланаççĕ те, юри тунă пекех туйăнса вĕлере парать (ну, так и кажется, что они это делают нарочно, сознательно).

вĕлтĕрен

вĕлтрен, (вэ̆л'дэ̆рэн), (вэ̆л'трэн', вэ̆л'дрэн), крапива. Рак., Кайсар. № 94. Шултăра выльăх çăварĕ пăсăлсан, çак вĕлтĕренсене тураса, çăнăхпа çитерсен, выльăхăн çăвар ăш-чикки тӳрленет. Эта заметка, повидимому, относится и к «сухăр вĕлтĕрен» (мелкой крапиве), которая стоит в списке под следующим номером (№ 95). Рак. Вĕлтĕрен, urtica L. dioica L. Крапива двудомная. Нумай утса ура хăпарсан, çак вĕлтĕренпе çыхсан, хăпарни (опухоль) каять. Тяберд. Суккăр вĕлттрен (siс!) вĕтелемест. Бгтр. Вĕлтĕренсем хушшине (в крапиву) кайса пăрахрăм (кошку). БАБ. Тинис (= тинĕс) тĕпĕнче шур хăйăр; çав хăйăртан шуйттансем вĕрен явăççĕ (siс!= явĕçĕ); çавăн чухне çак çурта-йĕре вĕлтĕрен пусса, çĕлен шăхăрĕ, чфу! тет. (Из наговора при «пăсташ тасатни»). Ib. Эсир ман çие (на моих поминках) хам хушша хăварнă пăрува пусманшăн, çуртăра (ваше жилище) вĕлтĕрен пустăр! (т. е. пусть ваш дом вымрет), тесе кăшкăраччĕ, тет. Ст. Чек. Вĕлтĕрен вĕтелет. Крапива жжет. Юрк. † Ачи вĕт, тесе, ан калăр: вĕт пулсан та, вĕлтĕрен пек (очень бойкий). П. И. Орлов. Инче çула çуран каяс пулсан урасем хăпарса тухаççĕ; хăпартса кăларас мар, тесен, вĕлтĕрен çӳлçипе сырас пулать. Сред. Юм. Вĕлтрен пик, тесе, пит харсăр çынна калаççĕ. Ib. Пит васкакан пĕчик çынна: вĕлтрен пик, теççĕ. Капк. 1928, № 18. Кун пек вĕлтрен мунчи (сечение крапивой) вĕсене час-часах тивкелет. Сред. Юм. Вĕлтрен пȏстăр сан çȏртна! Пусть искоренится род твой. (Проклятие). Илебар. † Вĕлтрен ухмах, хăй ухмах, карта çӳлли хăй ӳсет (растет в вышину загороди).

вĕрӳç

вĕрӳçĕ, колдун, знахарь. Сред. Юм. См. Магн. М. 12. N. Вĕрӳç, волшебник. Н. Шинкус. Çак çĕр çинче хĕрĕх те пĕр (здесь пĕр ― энкл.) тĕслĕ вĕрӳçĕ пур. (Из наговора). Макка 230. Вĕрӳçĕ. Çак сăмах тухнă вĕрес тенĕ сăмахран. Вĕрӳçĕ вăл вĕрет, сурать кăларать чирлĕ çын ăшĕнчен чирне, теççĕ чăвашсем. Вĕрӳçĕ юмăçпа пĕрех. Вĕрӳçĕ вăл акă çапла вĕрет: илет чей куркипе шыв, унта сăмахсем кала-кала сурать те, чирлĕ çынна ĕçтерет. Вĕрме пултарать вăл: шыв çине, çу çине и т. д. Болезни. Юмăç, вĕрӳçĕ çине шанатпăр. Чуратч. Вĕрӳçĕ кирек мĕнле çыннăн е алли, е ури, тата ытти чирсене те вĕрсе тӳрлетет. Кирек епле чире те, çĕçĕ илсе, суран патне тытса, хăйсен сăмахсене калаççĕ. Тĕрлĕ чире тĕрлĕ сăмах калаççĕ. Кунта эпĕ пĕр юмах çыртăм: шăл вĕрри. См. Магн. М. 12.

вĕренсе çит

доучиться; изучить; привыкнуть. Шаймурз. Ун тан, пурăнсан-пурăнсан, пĕр-пĕрне вĕренсе çитрĕмĕр те (привыкли), пĕр-пĕринпе питĕ аван пурăна пуçларăмăр. Н. Шинкус. Çак çĕр çинче хĕрĕх те пĕр тĕслĕ вĕрӳçĕ пур; хăçан çав ђĕлхене тăшман вĕренсе çитĕ (изучит), çавăн чухне тин çак кил-çурта тăшман çĕнтерĕ. (Наговор).

вĕри-çĕлен

летун. Орау. Вĕри-çĕлен ерни. Сказки и пред. чув. 24. Хаштин-хаштин хашлатса, вĕри-çĕлен вĕçтерет, сывлăш тăрăх ярăнса, хĕрлĕ хĕлхем ӳкерет. Бгтр. Пĕрре каçпа вăрманта кавать тавра лашасам çитерме тохнă ачасем лараççĕ, тет. Вăсен хушшинче пĕр старик пор, тет. Çавăн чохне çӳлте вĕри-çĕлен йăлтăртатса, хĕм тăкса пырать, тет. Çавна корсан, старик: ачасам, камăн та полин сирĕн конта онкăлă çĕçĕ çок-ши? тесе каларĕ, тет. Пĕр ача: манăн пор, мочей! тесе каларĕ, тет. Вара старик çĕççе илчĕ, тет те, онки виттĕр темскер каласа, кăвар кăларчĕ, тет те, вĕри çĕлен чу! туса, çак ачасам патнех ӳкрĕ, тет те, çохалчĕ, тет. ― Ĕнтĕ шырăр, йот çын çок-и? тесе каларĕ, тет, старик. Шырама поçларĕç, тет те, аяккарах пĕр сăхманпа пĕркенсе выртакана корчĕç, тет. Сăхманне оççа пăхрĕç, тет те, пĕр хоп хора вот-поççи пек çонса кайнă арăм выртать, тет. Вара палларĕç, тет те, вăл вĕри-çĕлен полнине пĕлчĕç, тет. Макка 228°. Вĕри-çĕлен ак мĕнле япала; унăн ури чăх ури манирлех, вăл çунатла, ик-виç пуçлă пулат, тата унтан вара унăн хӳри вĕçĕ чукмар пак чăмăрккалă пулат теççĕ. См. вĕре-çĕлен.__

вĕрĕлнĕ-курăк

назв. раст. Рус. Вĕрĕлнĕ (scr. вĕрĕлни) курăк. Фекла. В. Олг. Вĕрĕлнĕ корăк. П. И. Орл. Вĕрĕлнĕ курăк. Çын сымар пулса тăрсан, тулта нумай çӳресен, тата вĕрлет, вара çак курăка вĕретсе ĕçкелеççĕ.

вĕрке

(вэ̆ргэ), кишеть; вибрировать. Шăна чирсем сарать. 21. Е, турилккасем çине ярса, шăна вĕркекен çĕре лартаççĕ. N. Хурт пек вĕркеççĕ (пулăсем). Чĕлкаш. 69. Ун ăшĕнче шутсăр нумай хапсăнусем, сăмахсем, калаçусем вĕркенĕ. Калашн. Хуйхăлă чан сасси янăрать, вĕркет. Шурăм-п. № 18. Чул-Хулапа Хусан хушшинче çак çул çинче темĕн чул этем, темĕн чул упус вĕркет. ‖ Сновать взад и вперед. Шибач. Ма вĕркен çаплах? Пӳрт сивĕтсе яран! (ходишь взад и вперед). Хурамал. Ма вĕркен? Пӳрте сивĕтен! (ялан çӳренĕрен калаççĕ). Сказки и пред. чув. 28. Калла та малла та урам тарăх шап-шурă халăх кунĕ-кунĕпе вĕркет ĕçсĕрех ĕçкĕ-çикĕре. Ст. Чек. Вĕрке ― вертеться, кружиться (о людях, птицах, насекомых). Ч.С. Çапла пошар патĕнче ачи-пăчипе-мĕнепе (надо: ачи-пăчи-мĕнĕпе) вĕркеç. Ib. Унта этем кăткă пек вĕркесе, чупкаласа çӳреççĕ. М. П. Петр. Часах хупахри çын вĕрке пуçларĕ. N. Вĕркет = чупкаласа çӳрет. N. Ачасем вĕркесе çуреççĕ (быстро снуют). N. Çил вĕркет (дует быстро, в разных направлениях). N. Хурт вĕркет. Пчелы летают взад и вперед. С. Тим. Тĕкме витĕр юр вĕркет (т. е. беспорядочно вьется. Çăнăх аллани). || В переносном см. Бурунд. Чун шикленет, ăш вĕркет, пуç тӳпинчен сĕрĕм тухать. Сред. Юм. Чĕре вĕркет. На сердце неспокойно. Хыпар № 28, 1906. Санăн ăшу пит тулса, вĕркесе çӳрет пулсан, асту ― эсĕ вилмелле этем.

вĕçтер

понуд. ф. от гл. вĕç. КС. Шăнкăрч чĕпписене вĕçтерчĕ (пустил летать своих птенцов). N. Кĕлмĕçĕн çăнăхне çил вĕçтернĕ, тет. («Где тонко, там и рвется»). N. † Сăрт айĕпе çол турăм, çил-тăман килсе вĕçтерсе карĕ (занесло метелью). Якейк. Тыр вĕçтерес ― таса мар тырра çил пор çĕре илсе тохса, вĕçтерес, тени полать. Шăналăк сараççĕ те, пăтаккапа çав шăналăк çине тыррине йохтараççĕ; вара пор çӳпĕ-çапă вĕççе кайса пĕтет, пĕр таса тырă анчах йолать. N. Куç курми вĕçтерет (бушует пурга, буран). N. † Хранцус тутăр вĕçтертĕм (пустила развеваться) савнă тусăм кăмăлĕшĕн. || N. Мĕшĕн ачан ăйхине вĕçтертĕр? Зачем вы разгуляли ребенка? || N. Ăша вĕçтерекен (тоскливые) шухăшсем. || Сказки и пред. чув. 14. Утă пĕтсен, тыр вырма хура халăх вĕçтерет (спешит, стремится). Ч.С. Эпĕ, çак сăмахсене илтсенех, тăр та, нимĕн чĕнмесĕрех, киле çарранах вĕçтере патăм. N. Иван вара çавăн чухах кăвакăн-симĕсĕн курăнакан çĕрелле (где виднелся сине-зеленый туман) лашине вĕçтерчĕ, тет (припустил). Б. Яныши. Эпĕ апи апла пурнине (= пынине) курсассăн, часăрах килелле вĕçтере партăм. Ib. Эпир, уя тухса тарас тесе, тирне-тирне (= тирĕне-тирĕне, спотыкаясь) вĕçтере партăмăр. Орау. Туххăм вĕçтерсе кайса килем-ха (сбегаю). Янгильд. Петĕрпе омлă-хыçлă соваска çине лартăмăр та, вĕçтерсе анса карăмăр. || Хыпар № 25, 1906. Ялсенче халĕ час-часах студентсем çинчен калаçаççĕ. Вĕсем çинчен темĕн те пĕр вĕçтереççĕ (пускают слухи). Ib. № 23, 1906. Удел вăрманĕсене ют патшалăхри хуçасене сутаççĕ, терĕç. Анчах вăл тĕрĕс мар иккен, ăна веçтерсе-калаçнă. КС. Ял тăрăх çăмах вĕçтерсе çӳрет (сплетничает). || Завражн. Вĕçтерсе тăкам ак! Изобью! || Форсить.

вĕçе-вĕçĕн

один за другим, гуськом; концом к концу. Пазух. Вĕсем вара иккĕн веçе-вĕçĕн карта тавра, çак юрра юрласа, утса çаврăнаççĕ. Регули 878. Вĕçе-вĕçĕн вĕççе каяççĕ. Ib. 1275. Вĕçе-вĕçĕн отса каяççĕ. Хурамал. Икĕ йĕкене, пĕчĕк вĕçĕсене пĕр çĕре хурсан, вĕçе-вĕçĕн (конец к концу) пулать вара. Ст. Яха-к. Пурте вĕçе-вĕçĕн ярăнса анаççĕ (скатываются с горы на салазках).

вĕçерт

спустить, вырвать, отцепить, расстегнуть. Çутталла 117. Çыхнă кимме йăпăр-япăр вĕçертсе илет (быстро отвязывает). Тораево. Çăраççине вĕçертсе илчĕ, тет те, уçса, утсене вăрласа карĕ, тет. Актай. Çак (он) çывăрса кайсан, амăшĕ ушшĕне вĕçертсе илчĕ, тет те, кĕлете кайса пăххăþ, тет, мĕн пур, мĕн çукне (что там было). Якейк. Лашая вĕрентен вĕçертсе яр. Ала 13. Тата аллинчи перçтĕнне те сĕтел çинех вĕçертсе (снять) хунă. || Преувеличивать. Ст. Чек. Сăмаха вĕçертсе калаçат; пĕр сăмахран пин сăмах тăват. Передает слышанное с выдуманными им самим прибавлениями. || Потерять, amittere. Мусир. † Хăвăнтан тăван хĕрĕне (= хĕрне) çын сăмахĕпе вĕçертрĕн. Нижар. † Чунтан савакан хĕруна (= хĕрне) çын сăмахĕпе вĕçертрĕн. || Болтать. Орау. Вăл пит сăмах вĕçертекен этем. Она (или: он) болтунья, сплетница (болтун, сплетник).

вĕчĕлтет

зудеть, свербеть. Альш. Вĕчĕлтет («о зуде во внутренностях»). Т. IV. Хăлха шăтăкĕ вĕчĕлтетсен, ăшăтат, теççĕ. Зап. ВНО. Теме чĕлхе вĕçĕ вĕчĕлтетрĕ, хăнана кайма пуль-ха, теççĕ. Ст. Чек. Вĕчĕлтетсе çӳреççĕ, кĕçĕттерсе çӳреççĕ. СТИК. Кăрчанкă тем пек вĕчĕлтетсе кĕçĕтет. Сред. Юм. Мунча нăмайччин кĕмесĕр пȏрнсан, ӳт вĕчĕлтетет. Орау. Сан пит вĕчĕлтетет-им çак? (Так говорят женщине или девушке, когда она, ни с того ни с сего, захочет шалить или поведет непристойный разговор). Юрк. Вĕчĕлтетсе тăрат. || Раздражаться. Янтик. Ах, чунĕ вĕчĕлтетет пуль-çке, çынсем хăртнă уçнине (корчевание леса) курсан! («он сам не принимал в этом участия и дело происходило либо в его владении, по решению суда, либо рядом»).

йăтăрлан

поднимать через силу тяжесть. Альш. Шуйттан ачи кĕсрене икĕ хул-пуççи çине хучĕ, тет те, чух йăтăрланса йăтса, çавăрăнса килчĕ, тет, кӳлĕ тавра. Ib. Хай çын та çак пукана илчĕ, тет те, йăтса тарать, тет: ни пăрахаймас, ни хураймас, тет, кăна: ятăрланса тăрать, тет.

йăх

(jы̆х, jŏх), род племя. Хурамал. Йăх йăха туртать, несĕл несĕле туртать, теççĕ (= пурте пĕр пек пулаççĕ). Ч. С. Тата вĕсем хăшин-хăшин (новорожденного) ятне ашшĕ-амăш ячĕ; хӳрăнташ-ăру ячĕ майлă ел йăх ячĕпе хураççĕ. Истор. Вĕсем çемйинче темиçе çын пулнă. Çав çемьене вĕсем ,,йăх“ тенĕ. В их семье было много людей. Эту семью они называли родом. Хорачка. Сŏлттаны̆н jŏҕŏ пэ̆ттэ̆рэ̆ (род прекратился). Юрк. Сăн пек наянни пирĕн йăхра çук. Таких лентяев, как ты, нет в нашем роду. Собр. † Иккĕн тăван ӳсрĕмĕр, çич йăх (срв.çичĕ-ют) килчĕ-уйăрчĕ. (Хĕр йĕрри). СТИК. Мĕнле йăхран тухса кайнă çав халăх? От какого племени произошел этот народ? || 0 животных. Янтик. Йăхшĕн илсе ятăмăр-çке çак пăруна! (т. е. пăрăва). Ведь мы на племя купили эту телку! Ч.С. Халĕ те ĕнте (= ĕнтĕ) çав сурăх йăхех вуник пуç-и-мĕн пур. И до сих пор имеется что-то около двенадцати голов из потомства той же овцы. || Sреrmа. Паас.

йăх

назв. болезни. Б. Олг. Ачая полат йăх; йăх полсассăн, типсе каят. Лечут наговором: „Хăнча коршанкă тымаррине йăх ерет, çан чуне тин йăх ертĕр çак ачая; хăнча тал-пиçен тымаррине йăх ерет, çан чуне тин йăх йĕртĕр çак ачая; хăнча вĕтрен тымаррине йăх ерет, çан чуне тин çак ачая йăх ертĕр!“ || По одному объяснсиию, гноящийся чирей. Так же обзывают чирьястого человека, или тощую скотину, либо тощего цыпленка. СПВВ. ТМ. Йăх-çĕрнĕ çăпан (гноящийся чирей). Çăпанлă-кĕсенлĕ çынна та, таса мартан йăх, теççĕ. Тата, начар выльăх чĕпĕ тавраша çиленсен: ех йăх! теççĕ. || Болезнь лошади (сплееек?). Тюрл. Йăх лашана хол-тăрне полать; йăвăр ларсассăн, полать; вара пӳр йохат, çавна тӳрлетме хĕн. А. Турх. „Йăх пулнă лашана — что то случилось, но что — неизвестно“.

йăшăлтат

(jы̆жы̆лдат), кишеть, копошиться, шуметь с гдухим звуком, извиваться, возиться. М. П. Петр. Етем йăх йеп. пуç. кай. 5. Вăйлă çумăрсем пуçлансан, çак чĕрĕ-чунсем каллех çĕр çине йăшăлтатса тухаççĕ. N. Çĕлен йăшăлтатат (возится). Чем люди живы. Ачисем амăшĕ çумăнче йăшăлтатса выртаççĕ. Дети возятся около матери. Кратк. расск. 2. Çĕр çинче кусан-çӳрен япаласем йăшăлтатса çӳре пуçланă. Ст. Чек. Йăшăлтатса выртат (çаврăнса, хăнтăла аптăратнăран). Нагорн. Кăткăсем йăшалтатнă пек, çимĕк вырĕнне (siс) каяççĕ. Пшкрт. Хорт jы̆жы̆лдадат (копошатся). Хорачка. Çĕлен йăшăлтатса каят. Б. Олг. Пы̆д’ы̆зам jы̆жы̆лдадаччэ̆, пымалла-да мар (не подойдешь). Альш. Тек çапла кĕвĕ каланă маййăн йăшăлтатса тăрать вăйă (хоровод). Çутталла 51. Аппа пĕрне (одну) илчĕ те, сывлăшпа ăшăтрĕ. Лĕпĕш йăшăлтатма пуçларĕ (стала двигаться).

йĕклентер

понуд. ф. от йĕклен. П. Олг. Эп нумайтарах çирĕм, тет, мана йĕклентерет тем, канчăр, хăсас килнĕ пек. Я поел лишнего, и меня тошнит; чувствуется какая-то неловкость, как будто позывает на рвоту. Ст. Чек. Çу нумай сапсан, çиме аванах пулмас, йĕклентерет (тошнит) . Шибач. Çак апат мăна йĕклентерет, йĕкленме поçларăм. Хурамал. Елле темĕскер йĕклентерчĕ, хăсас килет! теççĕ. N. Йĕклентерет, хăсăк тухмасть. Только тянет, а не рвет (рвоты нет). || Переносно. Шибач. Мĕн йĕклентерсе çӳретĕн (çынна вăрçтаратăн)?

йĕмпĕлтĕх

слизняк, моллюск. Этем йăхĕ еп. пуç, кай. 28. Çак первейхи орканисăмсем чи начаррисем: йĕмпĕлчĕксем, тутăхнă е кăмпаланнă майлисем, микропсем, пактерисем е тата ытти çавăн пеккисем пулнă пулмалла. Ib. 64. Унччен вĕсем ухутапа пураннă, пулăсем тытса, тинĕс хĕррине йĕмпĕлчĕксем (надо: йĕмпĕлчĕксене çисе пураннă).

йĕр

(jэ̆р), след. Альш. Тӳн-тӳрĕ йĕр хывать (против. кукăр-макăр çул тăват“). Прокладывает прямой след. Регули 1285. Йĕрпе топрăм сире. Я нашел вас по следу. Изамб. Т. Ваçлей, йĕрпе кайса, лашине çавăтса килнĕ. Василий пошел по следам своей лошади и привел ее. Ч. К. Ырă ут килет ыткăнса, ырă урхамах йĕрĕпе. N. † Лап-лап çерем лап çерем, лан çеремрен шыв юхат; йĕрне йĕрлес терĕм те, тарăн курăк тĕнĕнче. Хĕрлĕ Урал № 10, 1921. Арăм пырса çитнĕ çĕре Купис Кĕркури патĕнче сурăхсем йĕрĕ те çук. Орау. Вăсам патне йĕр пынă. К ним привели следы (при краже). N. Патша, хĕрĕ йĕрсĕр (бесследно) çетнине пĕлсен, питĕ хуйхăра пуçланă. Ч. П. Хура сăсар тухнă, йĕр тунă (проложила след). Б. Янгильд. Çак пĕчик мулкачă йĕри сăрт çуммипе каят. Следы этого, маленького зайчика идут вдожь горы. || Переносно. Ст. Чек. Пĕрев упăшки вăрă, арăмне те вăрлама вĕрентет: арăмне хăй йĕрнĕ пустарат (заставляет жену следовать своему примеру). Собр. 32°. Усалăн йĕрне ан пус, теççĕ. С. Акă çавах хам йĕре ӳкертĕм! || Линия, черта. Альш. Хĕрĕ-каччи, пĕр йĕре тăрса (встав в одну прямую линию), урама урлă шăнăçаймасан, ик-виç ĕрет пулса, пĕр ĕрет хыçĕнчен тепĕр ĕрет, пыраççĕ (идут в хороводе). N. Шыва чул пăрахрăм та, шыв йĕри-тавра йĕр-йĕр туса картланса кайрĕ. Кинул в воду камень, и в воде образовались круги. || Полоса. Кивĕ-ял. Йĕр — полоса, напр., семян, насыпанных на столе. СТИК. Йĕр-йĕр тăрăх («говорят про полосатую рубашку»). Орау. Çурăмĕ тăршшипех, пĕр ал-лапки сарлакăш, кăвак йĕр анать. По всей спине (на теле) идет синяя полоса шириною е ладонь. Ib. Йĕр-йĕр хĕрлĕ (с тонкими красн. полосами) кĕпе-йĕм. Ib. Тутарсем йĕм(ĕ)сене йĕр-йĕр хĕрлĕ япаларан çĕлеççĕ. Ib. Такăш пушăпа тивернĕ пек, çамки урлах хĕрлĕ йĕр выртать (или: каçать). || Строка (в лапте). Сред. Юм. Çăпатан пĕр йĕр тальчĕ (= татăлчĕ), халех тăпăлса тôхать ак. Одно лыко (у лаптя) износилось, скоро и другие износятся. || Тропа. Юрк. Карташне тăманпала юр тулнă, выльăхсене çӳреме йĕр çук (нет тропочки для скотины). N. Çав вăкăр мăйракипе йĕр турĕ, тет, чĕрни вĕçĕпе çул турĕ, тет. (Такмак). Кĕвĕсем. Анкартисем хыçĕнчен епĕ йĕрсем хыврăм, Раштав тăманĕсем пытарчĕç. Буглульм.? Евчĕ килне йĕр хуçĕ (бык). || Строка (в книге). Белая Гора. † Аттеçĕм ларать-çке сарă тенкелли çинче, илнĕ аллине хăйĕн кĕнекине; пĕр йĕрне вулать, хал те макăрать. || Надрез. Юрк. Касса йĕр тусан, кĕпине çурса илеçсĕ. ||. Б. Олг. Йĕрне çĕтер (у КС. — йĕрне çĕттер), привести в беспорядок. См. йохăн. Основание, причина. Б. Олг. Пăхнă вăл çа теляна (делянку), пĕлнĕ; çа пĕлнĕ йĕрпе, она исе прахрĕ, туат çĕр çитмĕл пилĕк тенкĕ парчĕ. Б. Олг. Мĕн йĕрпе кисе? Зачем пришли?

йĕри-тавра

кругом, вокруг. Сĕт-к. Йĕри-тавра валсам янках корнаççĕ (видно как на ладони). Трхбл. Тимахви, тип шăтăк, пин шăтăк. Изамб. Т. Чăвашсен пурин те йĕри-тавра питĕрнĕ (тытса çавăрнă). Регули 841. Йĕри-тавра хăна килнĕ. Çутталла 67. Йĕри-тавра сас-чĕвве чарăна-чарăна итлеççĕ. Ивановка. Унта пирĕн йĕри-таврах вырас ялĕсем пур. Кругом нас везде русские селения. N. Сион тăвĕ йĕри-таврах. Вокруг всей Сионской горы. Хыпар № 28, 1906. Çак çук çынсене хĕлле ытла та сивĕ: пӳрчĕсем начар, йĕри-тавра çил вылят (кругом дует ветер), çивĕ шартлатать. || Окрестность. Пĕтĕм йĕри-таврара. Во всем округе.

йĕри-тара

(т̚ара), то же, что йĕри-тавра. В. Олг. Ашшĕ çĕнĕрен калях тăпра алтма тапратрĕ çак омлаç йĕри-тара.

йĕрĕх

(jэ̆рэ̆х’), первоначально — посвящение (предмет, посвященный духу), потом — название духа, впоследствии — злого. Среди предметов, находящихся в Русском Государственном Музее, имеется несколько йĕрĕх’ов, „покровителей рода“, напр., женское изображение — кукла, сделанная из тряпок, с красной головой, в чувашском костюме («кинемей», № 1416—1); кукла «мăнакка», № 146—8); лубяной короб («ват акай йĕрĕх(ĕ)»; это название дано йĕрĕх’у потому, что он «первоначально произошел от старой девы», № 1239—180); мужское изображение — кукла из тряпочек, с длинными седыми волосами на голове и подбородке («ĕмпичче», № 1416—3); подобная ей («ĕмпичче»), № 1416—10; два грубых изображения ребенка, в виде тряпочки, свернутой в трубку и перевязанной — в одном случае синей ниткой, в- другом — ниткой и тесемкой (№ 1416—5,6), несколько безграмотно описанных йĕрĕх’ов («идолов»), под № 967 — 1, 2, 3, 4, 5. Там же есть чувашское женское поясное украшение — енчĕк (№ 968—24), род кошелька, в котором «женщины носят жертвенные деньги, когда идут на поклонение йĕрĕх’у». Искаженные чуваш. названия я исправил. Начерт. 211. Йĕрĕх — литой идол, домашний бог. Магн. М. 75, 76, 78, 80, 81, 247 и др. Т. VI. Ильух(х)а йĕрĕхĕ, Малакай йĕрĕхĕ, Ятмăрса йĕрĕх, Силевер йĕрĕхĕ, Силевер тӳрри, Кукша йĕрĕхĕ, Кукша тӳрри, Çтаппан (scr. Стапан) йĕрĕхĕ, Уçка Терентей йĕрĕхĕ! Сире юсманпала, хурпала, ăшă xĕлхепеле асăнатпăр-витĕнетпĕр; айван-ашана каçар пире. Охотн. Начнем с „ириха“. Он невидим; местопребывание имеет в лукошке, сделанном из вязовой коры и помещающемся в клети, где-нибудь в углу, на дверью, как у нас (это было) в клети. Лукошко это, впрочем, может висеть и на другом месте, напр., на стене амбара, конюшни и другого какого-нибудь строения снаружи. Ирих посылает чувашам, относящимся к нему без достаточного уважния, как я сказал, наружные болезни. Если у чувашина начинают болеть глаза или на его теле появляются нарывы, сыпь, то он — или ио своему сознанию, или по совету „юмзи“ — варит из пшеничной муки кушанье, в роде киселя, так навываемое „мимĕр“. Затем, расплавив одну свинцовую ружейную дробинку, отливает маленькую блестящую монетку. Сделав в ней маленькое отверстие, продевает через него нитку, концы которой завязываются вместе в один узел. „Мимĕр“ и монетку он несет в тот дом, где находится наказывающий его „ирих“. Кто-нибудь из семейства этого дома, по просьбе принесшего „мимĕр“ и монетку, отправляется в клеть к „ириху“, захватив с собою и „мимĕр“ и монетку. „Ириху“ он молится, чтобы тот снял болезнь с принесшего „мимĕр“. Потом делает несколько земных поклонов, часть „мимира“, со столовую ложку, кладет он в лукошко, а свивцовую монетку вешает на гвоздь, на котором висит лукошко. Остальной «мимĕр» приносится в избу и съедается членами семейства этого дома. После такого моленья чувашин в полном убеждении, что болезнь его снимается «ирихом». Все семейные в той комнате, где ирих, имели серьёзный вид и гояворили только о деле и о вещах, не касающихся нравственности и религии (siс!). Хурамал. Йĕрĕхе, çăнăхпа чуста сарса, пĕчĕк-кăна чашăк тăваççĕ, унтан кĕрпепелен пăтă тăваççĕ; ăна пĕçереççĕ вара. Унтан вара хĕрлĕ çиппеле тăхлан шăратса çакаççĕ. Унтан вара ăна кайса çакаççĕ йĕрĕх çта пур, çта асăнсан: йывăçра пулсан, йывăç турачĕ çине кайса çакаççĕ; çуртра пулсан, çурт патне кайса пăрахаççĕ, хуçисене пĕлтерсе тиекенĕ кĕлетнех кĕрсе çакат. Шаймурз. Пирĕн кивĕ кĕлетре, алăк хыçĕнче, пĕр ленкес çакăнса тăрат. Çав ленкесре йĕрĕх пур, теççĕ. Çав йĕрĕх нумаййĕшне кĕсен-çăпан кăларат, суккăр, тăват, шыçă парат, теççĕ. Çавăнпа вара ăна çулă мимĕрпе пырса чуклеççĕ е тăхлан, пырса, шаратаççĕ. Çапла тусан вара, ыратни чарăнат, теççĕ. Тата çĕнĕ кĕрӳсем, пырса, салам параççĕ. Тата салам панă чух кулсан, килĕшмест, теççĕ. Çĕнĕ кĕрӳсем салам памасан, вăсене йĕрĕх тытат, теççĕ. Тата çав ленкесе пырса тĕртĕнсен те, хĕн-хупăр парат, теççĕ. (Тут же сказано, что от йĕрĕх’а происходят и глазные болезни при чем приведены случаи заболевания). N. Якор арĕм (= арăмĕ) варĕ йĕрĕхне ак çапла çырлахтараççĕ. Онта ĕлĕк Якор арĕм вилнĕ. Çавăн вырăнче халĕ йĕрĕх пор. Вăл, онта лаша ярсан, лашана ниста та ямаç, лашана çав коккăра илсе кĕрсе вĕлерет. Ст. Чек. Йĕрĕх кĕсен-çăпан ярат. Ib. Йĕрĕхе хушпу пек тунă, нухратпа (кузов); нухрат пăрахаççĕ. В. Олг. Йĕрĕх полнă перĕн ялта ватти, отаманĕ. Ялĕпех йĕрĕх полнă, пĕри полнă отаманĕ. Она параччĕ такасам; ялти çын шăпах килет те, парат. Первей çăнăх хорат, икĕ пус окçа хорат, кĕрпе хорат, асăнса она: мана отнаккă ту, тесе, хаман ту; эп сана така паратăп, тет; халчах парăп, тет. Пасара каят, илет така, пĕр полтинник парса илет. Каран пусаччĕ, пасартан кисен. Пуссан, йĕрĕхе поççанчĕ: çăпан ан кăлар мана, суат (= сыват) çăпантан, тет. Поççапат та, ашне çиет пӳрт-ăш халăхпа; шăннине çонтарат. Вара çырлахрĕ, çăпан тохмарĕ. Лаçра хиç-кил полнă, хиç-киле тăрăхла пĕрне çакнă; пусса çисессĕн, аш татăкки яраччĕ. — Йĕрĕхе çĕмĕртĕм, пĕрĕшне туеккине исе тохрăм, виç хут çавăрса çапрăм та, икĕ пуслăх окçасам тохса карĕç, çĕр полĕ; мана ним те полмарĕ, йĕрĕх ним те туимерĕ. Ч. С. Минчет тутарса килекенсем итем-карти патне çарăнаççĕ те, пĕри ху? вун-виçĕ пус, хуть вунă пус (унта тиркев çук) укçа илет те, упăшкипе матки йĕри-тавра çав укçана çавăрса, аяккалла ывăтса ярат. Ăна вăл: пур маткипе упăшкине çакланнă тăшмансем, матки килĕн-и йĕрĕхсем, упăшки килĕн-и йĕрĕхсем çав укçапа килĕшĕр (пусть умиротворятся), тесе, пăрахат. Собр. Йĕрĕхе чӳклес пулсан, тута хĕрне кĕсен тухать, теççĕ. Чертаг. Йĕрĕх йоманĕ; унта кăр-кунне саксам туса, вот хораччĕç ташлчĕç, ĕçсе çиса. Орбаш. Икĕрчĕк, кокăрчăк ехветер вати (чит. ватти) кокăрчăк. (Йĕрĕх). N. Е тата эсĕ — çавăнта çырмара çавă йăвăç кутĕнçе йĕрĕх пур, эсĕ, çавăнта ларса, шăнă та, çавăнти йĕрĕх тытнă сана, тет. Ст. Чек. Кутна йĕрĕх тыттăр! (Брань. Еi dicitur convicii loco, qui coram aliis pedere consueverit). СТИК. Мĕн пулнă кăна, тек йĕрет? — Тем йĕрĕх тытнă-ха ăна, ан тив! (Говорят об упрямом капризнике). Eлаур. Пирĕя ялта (Йалавăрта) чӳк тунă вырăнсем икĕ тĕлте: пĕри ту çинче, тепри ял варринче. Малтанхине киремет теççĕ. Çав вырăнсенче хурамасем лараççĕ. Вăл хурамасене никам та касмаççĕ; вĕсене кассан, çын вилет, теççĕ, йĕрĕх пусат, теççĕ. СПВВ. X. Ырутаман — название (местное? — в Тетюш. у.) одного на йăрăх (йĕрĕх). Жертва. Убеи (б. Буин. у.). Хĕрт-сурта йĕрĕх патăмăр. Макка 234°. Унтан тата, çак эпĕ çырнисене пурне те туса пĕтерсессĕн, тата йĕрĕх тăваççĕ. Ăна ак мĕншĕн тăваççĕ: е куç пăсăлнăшăн, е çăпан-кĕсен тухнăран, е тата юхана ерсессĕн,тăваççĕ. Ăна ак çапла тăваççĕ: пĕçереççĕ икерчĕ пăр(т)а(к)кă тăхлан шăратаççĕ те, вăсене çав йĕрĕх вырăнне кайса тăкаççĕ; ăна вара: икерчĕ лартрăмăр, теççĕ. Хăш-хăш чухне, пит хĕн-асапа кайсассăн, така та пусаççĕ. Ib. 222°. Йĕрĕх çукки кĕрсен, ăна пĕрпысăк тиркĕпе сăра ĕçтереççĕ. (Вирĕм). Хурамал. Йĕрĕх лартни. || Болезнь. Яргуньк. Авалхи çынсен йĕрĕх ятлă чир пулнă. Вăл чире ак епле чире каланă (siс!): е çăпан, е кĕç(= кĕçĕ), е шăтан-юхан ерсен: йĕрĕх тытрĕ, тесе, йĕрĕхе, чӳкленĕ, тенĕ. См. Рекеев. II, 3, III, 6; Золотн. 150; Мильк. 22, Мészáros 24—27, 113, 118, 149.

йĕс шăнкăрав

медный колокольчик. N. † Йĕс шăнкăрав пек сассăм пур, янтăра юлтăр çак яла.

вар

некогда также варă (см. варăлă), середина. Сред. Юм. † Ухрăм та çӳлĕ ту çине, ярăнтăм-антăм улăх варне (скатился на середину луга). N. Варĕнxе вутпа шу, икĕ поçĕнче шăтăк. (Сăмавар). Абыз. Çырма варрин шыв юхать. По середине оврага течет речка. Сунч. † Кӳл варринче ӳсес-мĕн, вырăсла çавапа касăлас-мĕн. Кан. № 67, 29. Ăна варринчен çурнă (расколотых пополам) пĕренесенчен тукаланă. ] Сердцевина. N. Çак хăтапа тахлачăн хырă варринчен тунă мунчи пур. (Такмак). Ч. П. Вăрмана кайрăм, хурăн касрăм, варри юлассине пĕлмерĕм (гнилая средина). Разум. Куштан вилли çĕне (= çине) лартнă юпанăн ĕнтĕ халь варри анчах юлнă (осталась только сердцевина). || Корень (в запряжке). Якейк. † Ули лаши тор лаши варне полса кăтарттăр. || Баймашк. Варалла каят. (Дерево), при стругании (или тесании) не стругается гладко, а задирается.

вар

(вар), зарывать. Ч. С. Аçа çапса вĕлернĕ çынна çĕре варса (зарывая в землю), пăртак сывлăш тухмалăх шăтăк хăварсан, чĕрĕлет, тет. М. Д. Хумăш тĕпне кайса вар (зарой). Изамб. Т. Çĕр айне укçа вараççĕ. Зарывают в землю деньги. Вĕлле хурчĕ. 10. Çак çӳп-çапсене, хурт виллисене çĕр айне варас (пытарас) пулать. НТЧ. Пыршисене (овечьи) çĕре чавса вараççĕ. (Моленье киремети). Орау. Хурт тытакансам малтанхи хурт çăвăрне яланах пылчăка вараççĕ, тит. Альш. Унта-кунта çынсем ушкăн-ушкăн çӳреççĕ сӳнтерсе: ăçта тăпра сапаççĕ, ăçта тăпра ăшне вараççĕ (на пожаре). Хыпар. № 21, 1906. Илнĕ кунах, тĕклĕ-хурлăхан вăрлăхĕсене нӳрĕ çĕрне тултарнă ешчĕк ăшне акрăм та, ешчĕкне юр ăшне варса хутăм. Сиктер. † Тăван аппа пухрĕ, шур тутăрпа çыхрĕ, варăш тĕпне варчĕ. Байгул. Амăшĕ çисе ярсан, ку мĕн пур пек шăмăсене пурне те пуçтарчĕ, тет те, шурă тутăрпа чӳркесе, хăмăш варрине кайса варчĕ, тет. Сир. 116. Эпĕ юр шывĕпе çăвăнса тасалса алăсене шап-шурă туса хурсан та, çапах эсĕ мана пылчăк çине вăрса (в рукоп. варса) кӳртĕн, хам çийĕмри тумтирĕме хамран чĕрĕнмелле тăвăн. || В перен. см. N. Чаплăлăхăма çĕре вартăр. || Смешивать? СПВВ. НК. Ăслапа çĕпрене варса йӳçĕтеççĕ те...

вар

живот, желудок, внутренности (человека). О сохр. здор. Кăмпа пирĕн ăшра час çĕрмест, çавăнпа ăна варпа асапланакансенĕн çиес пулмасть. Орау. Вара тытса, кулмалла! (= выртса, йăваланса кулмалла). Просто умора! СТИК. † Вартан, вартан ан кала, вар ыратат, аннеçĕм! Пуçран, пуçран ан кала, пуç ыратат, аннеçĕм! Аслă акка вĕлерчĕ, вталăх (так!) акка пытарчĕ, кĕçĕн акка чарчĕ. (Так пела дудка из тупăлха, выросшая на могиле брата, убитого сестрами). Альш † Варрăн-варрăн ан кала, вар ыратат аттеçĕм. Мусир. † Варне пусса йĕрекен, пирĕн анне мар-и çав? N. † Варне тытса йĕрекенĕ манăн атте мар-ши çав? СТИК. Ах, вар пăват-çке! (сильная боль в животе; против нее пьют соленую воду). Н. Лебеж. Пĕр кăсăя сарă ылттăнăм варăма хырчĕ. Якейк. Ай тор, тор! Йăван çĕмĕрт тăрăнчен ӳкнĕ!.. Варĕ сикмен-ши (не повредил ли он себе внутренности?) N. Варпа хĕн курса выртачĕ (страдал поносом). || Uterus. Собр. † Калаçăттăм сăмаха тутлине, кунта хамăрпа пĕр варта выртни çук (нет единоутробных родных). Ч. П. Пĕр варта выртнă тăванăм пур. Юрк. † Çакă киле килмĕтĕм, пĕр варта выртнă тăван пур. Орау. Варăмра йăтса çӳрени ахаль пулчĕ сана! (Прокл.). Якейк. Иккĕ (так!) пĕр варта çитĕннĕ ачасам (родные братья или сестры). Ib. Эп онпа пĕр варта çитĕннĕ. Мы с ним родные (от одной матери). К.-Кушки. † Хампа пĕр варта выртнă тăванăм. Юрк. † Килтĕм, килтĕм (legе: кĕтĕм) çак киле, пĕр варта выртнă тăваншăн. || Сред. Юм. Вар вĕçнĕ пôль ôн паян, лара-тăра пĕлмес. У него на сердце тревога, он не может быть спокойным. N. Аçа-ама варĕ (чĕри) ывăл-хĕрте, ывăл-хĕр чĕри упара. Толст. Санăн ырă пурнăçу варна çитсе ленкнине куратăп ĕнтĕ. Орау. Ху ачăна усал сăмах вартан (от души) ан кала (подразумев. çиленсе, т. е. со зла).

васан

(вазан), неглубокое, отлогое, сухое русло, по которому в дождь и весною течет вода. N. Васансем юха пуçларĕç. Емельк. Васансем юхаççĕ (об углублении, где вода течет весною или после дождя). Янтик. Унта çав мише çинче пĕр вăрăм васан пур. Çак васана иксĕмĕр лаша çитерме килĕпĕр-ха! Ib. Тăвай витĕр пĕр вăрăм васан каять, çав васанпа ĕлĕк çырма, Ел, юхнă, тет. Халь çа шыв у васана пăрахнă, урăх йĕрпе юхат. Я. Турх. † Васан тăрăх, пăтранса, явна-явна шыв юхать. Тюрл. Васан = опашка „долинка“. КС. Васан — неглубокий овраг с отлогими берегами, заросшими травою, и не длинный. N. Тăв айĕнче айлăм (улăх) пур, унта васансем юхса выртаççĕ. N. Васанра палан пур. М. П. Петр. Васан — лощина. || Углубление, по которому вытекает со двора вода. А. Турх. Васан уçрăм (провел).

ватă

(вады̆) или ват, старый, старинный, древний, ветхий. Ч. П. Ват, ват инке, ват пуçтарма тухсамăр. Яргуньк. Шăтан-юхан ерсен, йĕрĕх валли нимĕр пĕçерсе: ват аки (см. йĕрĕх), тытрăн-турăн пулсан, çырлах, тесе, хурама пĕрне-шне пĕр кашăк нимĕр янă. N. Çӳлте турă, çĕрте патша, сире кĕл-тăватпăр лайăх чĕлхе-çăварăмпа, таса чунăмпа, ырă кăмăлăмпа. Ырăлăх-сывлăх патăр, лайăх çынпа паллашма патăр; ватсене курсан, пичче темелле пултăр; çамрăксене курсан, шăллăм темелле пултăр; карчăка курсан, асанне темелле пултăр; çамрăк хĕрсене курсан, йăмăк темелле пултăр. Ача-пăчаллă пулччăр; ватăлса, шурă çуçлĕ пулаччен пурăнччăр. (Хĕве хупнă чух пиллени). Çăварни. Кам пĕрре усала вĕреннĕ, ват йăлапа çак сăмахсене итлесшĕн мар, вăл пĕлсе тăтăр... Ө. Никиф. Ват сăн çапнă (постарела лицом). Сред. Юм. Ват çăка е хорама котне «тôла тохсан», кота çăпан тохать, тет. (Народн. поверье). К.-Кушки. Эпир ăна илнĕ чухнех вăл ват лашаччĕ. Мы купили эту лошадь старою. N. † Ват тура пек какамай (т. е. кокамай), ыр кон-çолне халала (= халалла). Регули 715. Çав çын; ватăрах-хи, чăваш. Тот, постарше — чувашин. Сл. Кузьм. 63. Ватти — ватă мар, çамрăкки — çамрăк мар. Собр. Тăрсамăр, ачасем! амаш ватти килет, тет те, хыптарать те çунтарать. || Старость. Орау. Ваттăм çитрĕ-çке ĕнтĕ! Пришла моя старость! Ватту çитнĕ (твоя). Ватти çитнĕ (его). Бугулъм. † Выльсам-и, тантăш, ай, кулсам-и, çамрăк пуççу ватта юличчен. Альш. Ватта хирĕç кая пуçларăмăр ĕнтĕ (приближаемся к старости). Орау. Стариккин те ватти çитнĕ те, кушак пек кăмака тăрнчен (çинчен) анмаçть. Шурăм-п. № 25. Куккукĕ тĕрĕс каласа паманнине ватăрахпа (на старости лет) кураççĕ те, ăна ĕненми пулаççĕ. Г. Т. Тимоф. Ватă енне кайсан, çын ытларах калаçакан пулать çав. Senectus natura loquacior. Орау. Ватă енелле карăмăр ĕнтĕ (или: сулăнтăмăр). Ib. Ваттăм çитнĕ-çке ĕнтĕ манăн. Ядр. † Çавă Шăмат хĕрĕсене эпир илсе килмесен, ватта юлас сасси пур. || Старик, старуха, старики, старые люди. РЖС. Ватă ăна каланă. Старик сказал ему. Чăвашсем 4. Ватта курсан, чыслă тĕл пулса, чыслă иртсе кайтăр (по-желание ребенку в молитве). Альш. † Çакă килте пĕр ватă, ан калăрсам йывăр сăмахăра. П. И. Орл. Ватă хисепне кĕнĕ. Вступил в разряд пожилых (гов. о женатых, хотя и мододых). N. Ватта пăхан выçă çӳремен, утта (т. е. ута) пăхан çурран çӳремен, тет. Собр. † Ыраш шăркана ларнă чухне çара алпа ярса тытмарăм; яш пĕве кайнă чухне ватта ятран каламарăм. БВ. Ута пăхакан çуран çӳремен, ватта пăхакан выçă çӳремен. СПВВ. Ватăсем = стариксем. Альш. Авал ялти-йышри ĕçе ватă шухăшласа, ватă туса тăнă.

ваттисем

старые люди; предки. N. † Ваттисем пурне пĕтмерĕм. Ч. С. Ĕлĕк ваттисем ĕмĕрĕсене чăвашлах пурăнса иртернĕ те, вут-кăвар та питех пулман; акă, вырăсла пурăнса, епле пултăмăр-ха! Макка 367. Ваттисем калани вырăнлă. Речи стариков разумны. Юрк. Çак хутпа пĕрле Шупашкар юррисене, хамăр енчи ваттисенĕн сăмахĕсене, юмахсене çырса ятăм. Чув. тексты № 2, 213. Ваттисене асăнни (поминовение предков, в Изамб. Т. «Дмитриевская суббота»). Коракыш. Ваттисен праздникĕнче ĕлĕкхи стариксем ваттисе хывнă. Сред. Юм. Качча каякан хĕрсĕм: вилнисĕм пиллеччĕр, теесине: ваттисĕм пиллеччĕр, теççĕ. Альш. Сарă çу кирлĕ: кантăр вăрри çăвĕ ваттисен (вилнисен) кăкăрне йывăр. Ib. Пысăккисем «ваттисене» асăнаççĕ пасар çимиçипе (= çимĕçĕпе).

венчет

(вэн’џ̌эт’, вэн’ζ’эт), венчание. Синерь. Венчете хĕр пымасть (не хочет итта венчаться), тет. Юрк. Çак туй йĕркине «венчетрен» теççĕ (о сокращенном ритуале и венчании). Альш. Туй: вăйлă туй, чухрах туй, венчетрен, тухса кайнă, вăрласа илнĕ (различные виды свадьбы). Синерь. Венчет калпак тăхăнас умĕн хĕр каяла çавăрăнса пăхать, тет. N. Венчете кĕр, венчаться.

вый

(выj), то же, что вăй, сила. N. Ну, çак старик: таста темĕскер те хăтланĕ, тесе, утсам пама хăранă. Вара выйпах ултă лав илсе кайнă çак çын. Регули 759. Эп турăм, мĕн чол вый çитнĕ таран. Якейк. Клетки пĕчĕккĕ те, вый те (вм. вăйĕ те) çок поль çав (про лошадь). Ib. Мана халь вый кĕре пуçлар (говорят и вăй).

выля

(выл’а), играть. развлекаться. N. Кăмака çинче кушак вылĕ. (Ăшă). Сред. Юм. Вылчнă-çĕм, эпир çăмăр хôпăрланса килнине те сисмен. Орау. Вылямаллах çырса пăрахар-ха пĕрне. Давай напишем-ка так, играючи, одну статейку. N. Çав çурхат пек выляса кулма ирĕк пульмĕ-ши? N. Куç харши вылятчĕ. N. Выляни çитермес, тет, пӳрни çитерет, тет. Ст. Чек. † Ялти сарă хĕре эп тус турăм, ĕнтĕ вылясшăн мар, ай, илесшĕн. Я подружился с красавицей из своей деревни, — не для того, чтобы поиграть, а чтобы пожениться. Упа 705. † Мĕншĕн, ӳсес каччă пулса, савнă хĕрпе вылямас пур? Лашман. † Хам савни çывăхра пулсан, кунне çиччĕ кайса вылăттăм. N. † Эй, тантăшсем, тата пĕр-икĕ çул выляр-и? Качал. Çак Йăван инкĕшне пĕлмен, вылянă çак хĕрпе. Тайба Т. † Çырла шывĕ вăрлакан, шĕшкĕ айĕнчен тăракан, çын арăмпе вылякан питне намăс кӳрекен. Янтик. † Уччаскасем касса, уйсем турăм, теçеттине касса, çул турăм, юпах тихапа выляма. Макка 31. † Хĕвел анать выляса. В. Байгул. † Çӳлелле пăхрăм — тĕлĕнтĕм уйăхпа хĕвел вылянинчен. || О цепах во время молотьбы. Изамб. Т. Тăпаççисем ун чухне выляса-кăна пыраççĕ. || О мысли. Сир. 7. Ăс выляни (лукавые мечты) хыççăн кайса, нумайĕшĕ тăн-пуçран хавшанă. Ст. Чек. † Çак куштан хĕр хыççăн çӳре-çӳре, ăсăм выля пуçларĕ (ĕç енелле пăхас килми пулчĕ, хĕр-арăм çинчен яланах шухăшла пуçларăм). || О глазах. Пазух. Тусăм, туту кулать, куçу вылять, туррисем çыраç пуль пĕр çĕре. Альш. Çăварĕ кулат, куçĕ вылять, — епле матур хĕрсем пур! А. П. Прокоп. † Сирĕн куçăр пит вылять, кама савассине пĕлместĕр. Альш. Сиксе тухас пек тăрать выляса (большие глаза). || О воде. Н. Лебеж. † Такана çинче епле шыв вылять, ман çинчен сăмах çапла вылярĕ. || О пересудах. Собр. 400°. † Эпĕ пырас килсенче сăмах вылять, тиеççĕ. || О ветре. Тим. † Çӳлĕ тусем çинче урхамах, хӳри-çилки витĕр çил вылять. Юрк. † Пĕкки витĕр пĕлĕт вылять, çилхи витĕр çил вылять. Альш. Каша енчен çил выляканччĕ, тесе, каларăм, тесе калать, тет. || Играть (о музыкальном инструменте). Сказки и пред. чув. 76. Кунĕн-çĕрĕн выляма шăпăрĕ те парăнмасть. || Шутить. Ау 262°. † Пирĕн савни ӳпкеленĕ выляса каланă сăмахран. || Двигаться. В. Олг. N. Ура вылять. Двигается в суставе. Утар. Тĕреклĕ канатсемпе кăкарман ким хӳри шывра пĕр маях вылять. || Мерцать. Вопросы. Смолен. Çăлтăрсем пит ялтартатсан (вылясан), хĕлле сивĕ, çулла уяр пулат. Сред. Юм. Çăлтăр вылять. Звезда мигает. (Череп. мерцает). Пролей-Каша. Тул уяртса кайнă, çăлтăрсем выляса тăраççĕ. || Соirе (это значение устанавливается только из контекста; иногда здесь бывают возможны и другие истолкования). В. Олг. Пачăшкă пырчĕ мольчая и сăмовар лартрĕç. Ĕçрĕç; выляма тапратрĕç. Хĕрĕ калат: и-ох! тет, кĕçенет. Попĕ калат: тпру! тпру! тет. Чуратч. Арçӳри вăрманта пурăнать. Вăл хĕр-ачасем арçын ачасемпе вылясассăн пулнă ачаран пулат. Рак. † И, пус вылят, пус вылять, пус кутĕнче хур вылять; улмачăпар тӳшек çинче каччăпала хĕр вылять. Шишкин. † Поян çынăн ватă хĕр(ĕ)пе хам та виç хут вылярăм. Скотелеч. 28. Вылякан ĕне. || Строить козни. Ст. Чек. † Тăван, эс те инçе, эп те инçе: хушшăмăрта тăшман (ай) вылярĕ (враг устроил козни). || Избаловать. А. П. Прокоп. † Тула çинче мул вылять, çак тăвансем патĕнче кĕреке тулли чыс вылять. || Ставить на кон. Хурамал. Ну, салтак, хутаçна та вылятни? Ну, что, солдат, поставишь на карту и свой кошелек? || N. Çапла çамрăк ачасен хушшинче укçа выляма — пуçланă (они стали швырять деньгами).

вырăс

(выры̆с), русский(-ая). N. Ку те мăкшă, те вырăс. Это мордовка или русская? Альш. Эпир вĕсенчен: вырас-тутар мар, чăваш чăвашах, тесе, хăюллăрах пулса, ыйтаттăмăр: ăçта каятăр эсир? тесе. Шурăм-п. № 23. Ачасем макăрсан: асту, макăр-ха, вырăса парса яратăп, тесе хăратнă. Çавăн пекех тутарсенчен те хăранă. Альш. Вăл вырăс çав! теççĕ (в числе «ваттисем калани»). Сред. Юм. Вырăс ачи, русское дитя. СТИК. Вырăс пек — чувашин, одетый более или менее по-русски, с широкой бородой и пр. Ib. Ну, епле ĕнтĕ ват вырăс пек кĕрен! (т. е. не сразу затворяешь за собой двери). Ib. Вырăс чунĕ час канмĕ („жизнь беспокойная“). См. Матер. 328. Урож. год. Вырăс хĕрĕ вăл хăех (точь-в-точь русская), пит-куç майрасен пекех. В. Олг. Ан шарла, вырăс пор. (Поговорка). Орау. Тутар майрине курмаççĕ пирĕн, вырăса кураççĕ (т. е. русских баб). Ст. Чек. Вырăс юрласан, тăман е çумăр тухат (старая примета). Собр. Вырăс кайрĕ — вырăн юлчĕ, теççĕ. (Послов.). Ib. Вырăсăн пурти ик майĕпе касат, теççĕ. (Стар. послов.). Бижбул. Вырăса ятна ан кала, тутара килне ан кăтарт, теççĕ. (Стар. послов.). Ст. Шаймурз. Вырăсна ятна ан кала, мишерне çуртна ан кăтарт. (Стар. послов.). Нюш-к. Вырăс курсан, вăрмана: кашкăр курсан, катана; упа курсан, килелле (т. е. какой-нибудь выход из положения найдется) (Стар. посл.). С. Тим. † Хĕрĕх чӳрече пĕр алăк, вырăс кĕресрен хăратăн; ватă çынна каятăп, сухалĕнчен хăратăп. Шарбаш. Лутра вырас ял касать. (Портă). Курм. Пĕр вырăсăнне йĕмне хăвап, хопартимăп. (Стар. вагадка: пошăт). Золотн. Пӳрте вăрăм вырăс кĕрет. (Солнце). К.-Кушки. Вырăс хĕрне илнĕ вăл (женился на русской). Яргуньк. Вырăс куçне шур илет. (Карнтăк шăнни). Урмай. Уйра вырăс ташлĕ. (Стар. загадка: арман). Курм. Пĕчиккиç вырăс пиччке ăсти. (Чăх çăмарта туни). Ib. Алăк виттĕр вăрăм вырăс пăхĕ. (Хĕвель). N. Камăн килте килĕш пусăккă, виç-тăват арçын, вăсенчен пĕри анчах киле йолатĕ, ыттисем ĕçлеме каяççĕ вырăса (= вырăс хушшине, в русь). || Муж русской женщины. Тип.-Сир. Килте çак майранăн вырăсĕ те пулнă. || Кличка лошади, купленной у русского. СТИК.

вырăсла-чăвашла хутăш

русско-чув. происхождения. Чĕмп чăв. шк. И. Й. 15. Çак ял чăвашла-вырăсла хутăш ял пулнă. Капк. 1929, № 6. Вырăсла-чăвашла хутăш майри (его жена) пуртă йăтса тухрĕ.

вил

умирать; дохнуть. Чăвашсем. Чăвашсем, çын вилсен, тăвакан йăла. Чăвашсем çын вилсен: ача вилсен те, пысăк çын вилсен те, чунĕ тухсанах, часрах чĕрĕ çăмарта ывăтаççĕ, ăна хĕвел тухăçĕ енелле ывăтаççĕ. Вăл çăмартана ак мĕншĕн ывăтаççĕ: çăмартана, çĕмĕрлесрен хăраса, епле çепĕç тыткалаççĕ, çын чунĕ те çавăн пек çепĕç пурăнмалла çĕре кайтăр, теççĕ. Çав çăмарта пек числанса пурăнмалла пултăр, теççĕ. Унта(н) вара, çăмарта ывăтсан, вилнĕ çын кĕпине çурса кăлараççĕ; ăна ахаль, хывса илмеççĕ, умăнчен çурса, сăкман пек хываççĕ. Ăна: çынăн чунĕ пӳлĕнсе ан тăтăр, уçă çĕрте çӳретĕр, тесе, çапла хываççĕ. Унта(н) çынна çума шыв ăсма каяççĕ; унта виççĕн каяççĕ, пĕри малтан курка тытса пырат, тепĕри вăта çĕртен хуран тытса пырат, (тата) тепĕри кайран витре тытса пырат. Унтан вара çав курка çине те, хуран çине те, витре çине те, шыв тултарса килеççĕ. Вăл шыва хуранпа çакса ăшăтаççĕ те, вара çынна çума тытăнаççĕ. Ăна хăшĕ хăй çемйипех çăват, хăшĕ тытса çутараççĕ. Ăна çăваççĕ супăньпа, пĕри çуса тăрат, унти çынсем пурте пĕрерĕн-пĕрерĕн шыв яраççĕ; ăна, куркана тытса, тӳртĕн яраççĕ. Унтан, çуса пĕтерсен, вара тумлантарма тытăнаççĕ. Малтан тăхăнтараççĕ кĕпе-йĕм, унтан сăкман, пиçиххи çыхаççĕ, алса, калпак тăхăнтараççĕ те, вырттараççĕ вара; унтан пĕри тупăк тăват, пиллĕкĕн-улттăн алтма каяççĕ. Тупăк туса пĕтсен, ăна илсе кĕнĕ чух пӳртри çынсене пурне те тула кăлараççĕ, пӳрте пĕр çын та хăвармаççĕ. Тупăк хыççăн вара пурте кĕреççĕ. Вăл тупăка илсе кĕнĕ чух тула тухмасан, пӳрте юлакан вилет, тет, вара. Унта çынна тупăк çине вырттараççĕ; ăна вырттарнă чух, çынна тупăк тĕлне тытса, виççĕччен: ан хăра, ан хăра! тесе, суллаççĕ те, вырттараççĕ вара. Унтан, пупа илсе килсе, кĕл-тутараççĕ; пуп кĕл-туса кайсан, часрах вут хутаççĕ те, икерчĕ пĕçереççĕ, тата пĕр чăх пусаççĕ; унтан, икерчĕ пиçсен, хывса тăкаççĕ те, тупăк патне пырса, сасă кăлараççĕ: йĕп пек çĕр çурăлчĕ, йĕп тухрĕ, сан тĕлĕнчен кун пĕтрĕ, тесе. Çапла тусан, вара пытарма илсе каяççĕ; пытарма илсе тухиччен, кăмакара чул хĕртеççĕ, ăна вара хапхаран илсе тухсанах, çав хĕрнĕ чула вăсем хыçĕнçен ывăтаççĕ. Вăл чула: ырă усал сирĕлтĕр, кунта ан юлтăр, хăйпе пĕрлех кайтăр, тесе, ывăтаççĕ. Масар çинче, шăтăка янă чух, тупăка шăтăк тĕлне тытса, виççĕччен: ан хăра, ан хăра! тесе суллаççĕ те, вара шăтăка яраççĕ: ярсан малтан çĕр пуçланă чух хăпартса хунă тăприне: пил ту, пил ту, тесе пăрахаççĕ. Унтан вара тăпра ишеççĕ. Тăпра ишсе таптасан, çав шăтăк умне вут чĕртеççĕ, хăйсем пурте, умлă-хыçлă тăрса, шăтăк йĕри-тавра виçĕ хут çавăрăнаççĕ; çавăрăнса çитсен: эпир сана асăнах тăрар, эсĕ пире ан асăн, теççĕ те, вара, каналла пĕртте çавăрăнса пăхмасăр, утаççĕ. Унтан, киле çитсен, алăк умăнче çав пытарма пынисем пурте пичĕсене-куçĕсене çуса кĕреççĕ. Вăсем кĕнĕ тух, пӳртрисем пурте тула тухаççĕ, вара вăсем хыççăн кĕреççĕ. Унтан вара çав çĕр пуçлакана, тупăк тăвакана пĕрер тутăр параççĕ. Хĕр-арăм вилли пулсан, пурне те пĕрер тутăр параççĕ. Çапла парсан, вара икерчĕсем те, хай пуснă чăхха та хыва-хыва çиеççĕ. Çисе тăрансан вара: хуйхăр харам пултăр, тесе, тухса каяççĕ вара. Ун чух хыçалтан ăсатма тухмаççĕ вара. Унтан вара тепĕр каç: çиччĕшне тăватпăр, тесе, пĕр сурăх пусса, тата икерччĕ пĕçерсе хываççĕ. Тата та пумилкке тăвиччен, кашни эрне-каç хывса тăкаççĕ. Пумилкке тăвас уммĕн, эрне-каç, мунчна хутаççĕ те, пур ăратнесемпех мунча кĕреççĕ. Унта çав вилнĕ çынна тухса кăшкăраççĕ: мунча кĕме кил, тесе. Мунчаран ытти çынсем тухсан, пĕри кая юлат та: вилнĕ çынна мунча çапатăп, тесе, милкĕпе лапка çине çапат. Унтан: ак сан шыв, ак милкĕсем, тесе, лапка çине шывпа милкĕсем хурса хăварат. Киле таврăнсан вара, сурăх пусаççĕ, пĕр чăхă пусаççĕ те, тата икерчĕ пĕçереççĕ. Аш пиçсен, икерчĕ пиçсен вара: сан(а) юлашки эрне-каç тăватпăр, тесе, хыва-хыва çиеççĕ вара. Çапла тусан, шăмат-каç пумилкке тăваççĕ, е тунти-каç тăваççĕ. Чăвашсем тирпейсĕр вилнĕ çынна масара чиктермеççĕ; шыва кайса вилни, çакăнса, çапса пăрахни пулат-и унта, вăсене масара чиктермеççĕ, ун пеккисене масарă чиксен, çумăр та çумаст, тырă та пулмаст, теççĕ. Ăнсăртран масара чикнĕ пулсан та, ăна вăрттăн кăларттараççĕ. Пĕлтĕр кукша Кĕркурийĕ çакăнса вилнĕ, тет; ăна çемйисем, çынна систермесĕр, пупа кĕл-тутарттарнă, тет те, масарах çикнĕ, тет. Ăна вара кайран сиссе: çумăр çумаçт тесе, масартан кăларса, çӳле урăх тĕле чикнĕ, тет. Ун пеккисене чикекен вырăн урăх тĕле тунă, унта ĕнтĕ эп астăвасса пилĕк çын чикрĕç. Çав Кукша Кĕркурийĕне масартан кăларса тикме харсăр çынсене пĕр витре эрех те виçĕ тенкĕ укçа панă, тет халăхпа. Зап. ВНО. Хĕрсĕр хирте вилмен, ывалсăр вăрманта вилмен. (Послов.). Т. М. Матв. Вилнĕ, тенине: тăвар сутма кайнă, теççĕ. Вместо того, чтобы сказать: «умер», говорят: „отправился торговать солью“. N. Пĕр çын çĕрле тухнă та тула, чут хăраса вилсе кайман (чуть-чуть не умер). N. Кайран ашшĕ те вилес пулчĕ, тет. Юрк. Ашшĕ виле пуçланнине илтсен... Услыхав что умирает отец. Етрух. Чăваш вилсен, епле тирпейлесе пытарни. Чăваш вилес уммĕн хăйне кам çумаллине каласах хăварат: тупăкне кам-кам тумаллине, тата шăтăкне кам-кам чавмаллине, е малтан юратнă çынна çĕр пуçлама. Унта хай çын вилет; уна çăвакансем шыв ăсма (каяççĕ). Пĕри хуранне çĕклет, тепри витрине илет, тепри алтăрне илет; каяççĕ вара çăл вутне. Унта вара, витрипе ăсса, хуранне тултарать, тата алтăрне тултарать, вара витрипе ăсать. Пурне те тултарсан вара, çăл кутне виçĕ сĕвем çĕлем-çип (= çĕлен-çип) вĕçĕмрен чăсса (= тăсса) пăрахаççĕ; уна пăрахнă чухне калаççĕ: эй, пиллетĕр; çулĕ чипер, канăçлă пултăр; чунĕ çак çип пек тӳр çулпа канлĕ вырăна кайтăр! — Вара çав виçĕ савăчĕпе те шыв ăсса тавăрнаççĕ. Вучаххине пысăк хуран çакса, пур шыва та унта яраççĕ, ăшăтма; çăвма тытăнаççĕ. Вилĕрен кĕпине çурса хываççĕ, вара пĕри шывне ярать вилĕ çине, иккĕшĕ çăваççĕ. Çăвсан, уна таса шурă кĕпе тăхăнтараççĕ, вара тупăкне вырттараççĕ. Вара унта мĕн пур çынна 3 сĕвем çĕлем-çип параççĕ: çулĕ ăнтăр, (тесе). Вара, нумай-и, сахал-и вăхăт иртсен, чиркӳне пӳртрен илсе тухаççĕ; пӳртне пĕр çын та юлмаççĕ, пурте ăсатма кил-картине тухаççĕ. Унтан, ăсатса ярсан, каллех пурте пӳрте кĕре-кĕре тухаççĕ. Хĕр-арăм вилсен, кăмака умне хуран çаккине пыра-пыра пăхаççĕ: сулланмасть-и? Ĕлĕк, хăй пурăннă чуне, хуран çаккине, ир тăрсан та, каç пулсан та, уна тытман кун иртмен те-ха; мĕн тăвăпăр ĕнтĕ? Калаççĕ уна. Виле илсе тухсан, унăн чунĕ хуран çаккинчен усăнать пулать вара; вилесем уна темĕн чухлĕ йышлăн тытса тухаççĕ пулать, вара хуран çакки сулланать пулать, теççĕ. Пурте, çавна пăха-пăха тухса, килĕсене кайса пĕтеççĕ. Арçын вилсен, алăк патĕнче ярхах пулать, çав йăрхахран уснать пулать унăн чунĕ. Унтан вара çапла тата шăтăка янă чухне: ан хăра, ан хăра! теççĕ. Тăприне ярса пĕтерсен, аякка саланнине питĕ тĕплĕ пуçтараççĕ; ун тăприне лайăх пуçтармасан, хăйне пуçтарттарать, теççĕ. Вара, çапла ĕçлесе пĕтерсе, тавăрнаççĕ: калла ан çавăрăнса пăхăр, теççĕ. Калла çавăрнса пăхсан, çав çын хăй çулталăкчен вилет, теççĕ. Унтан таврăнсан, мунча кĕреççĕ. Мунчара ăш памаççĕ; çавăн ĕçне тунисем кăшĕ (= хăшĕ), астумасăр, ăшши чул çине парсан, тепри уна калать: мĕн-ма ăшши патăн? виле лери тĕнчере вĕтелеççĕ, тет, Вара вăл хăй калать: ах, астăвмарăм-çке эпĕ! Часрах пĕр курка сив шыв ăсса, алăкне чашт! сапать; вара виле вĕтеленĕ çĕртен сивĕтрĕç, тет, пулать. Çапла калаçаççĕ ваттисем. Орау. Вăсам кушака чĕррине пуçтараççи, вилнине (так!) пуçтараççи? — Ăна-кăна пăхмаççĕ, чĕррине те виллине (так!) те пуçтараççĕ. N. Ăстан вилен-ке? Макка 187. Вилнĕ çын çулĕ — нитки, бросаемые после смерти человека. Сред. Юм. Пĕрре Атăла кая парса, вилес сĕртен йолнă-ха еп (избавился от смерти); тепĕр кайсан, тôхаймастăл поль вара. Сала 71. Ача калах вилес пек макăрма пуçларĕ, тет. Зап. ВНО. Вилес карчăкпа кайăс хĕр пек (намек на сказку). Истор. Иванăн çар-пуçлăхĕ Курбский, хăй ушкăнĕпе вĕсем патне кайса, вăрçа пуçланă та, лешсем вилекеннисем вилнĕ, мĕн юлнă пеккисем вăрмана тарса пĕтнĕ. N. Вилекен хуралçă, покойный караульщик. Альш. Тата пурăнсан, старикки вилме патне çитет, тет. N. Вилме пуçтарăннă çын, умирающий. N. Вилме каян (каякан) пуйса килнĕ, пуймă каян (каякан) вилсе килнĕ, теççĕ. Юрк. Вилме-кайĕ (= вилин)! Так что же, если он умрет! Янтик. Вилнĕ çынна чĕртмелле ку! (Çĕçĕ е пуртă пит мăка пулсан çапла калаççĕ). Альш. Вилнĕ-вилмен выртат. Находится в опасном положении (больной). Ib. Вили-вилми выртат. Находится в безнадежном положении (больной). Б. Яуши. Пӳртрисем пурте вилнĕ пекех çывраççĕ, тет (спят мертвецким сном). Орау. Хĕнесе, вилнĕ пекех тунă. Хĕнесе, вилес патнех çитернĕ. Избили до полусмерти. Ядр. † Ай, çырлахах, карчăксем, шăтарас пек пăхаççĕ! — вилнĕ шапа куçĕпе вилнĕ сурăх кĕлетки. Юрк. Эсир вилнисемшĕн ан хуйхăрăр ĕнтĕ. Вы уж не горюйте об умерших. N. Кăмака çинче выртнă çĕртрех вилсе кайнă. Хăр. Пăль. 8. Вилсе порăнни-мĕн эсĕ çак таранччен? Ты что, мертвым, что-ли, был до сих пор? N. Мĕн тăвас тен ĕнтĕ, эсĕ: упăшку вилсе карĕ, ачу-пăчусем çук? — Мĕн тăвас тен, вилĕ тухнă йăлисене иртсерсен качча каймалла пулĕ, теп. Юрк. Хăйсем пурăннă-çемĕн вилеççĕ, пĕтеççĕ (= вилсе пыраççĕ). N. Эпĕ хам хĕрĕме çичĕ арçынна çитиччен патăм, анчах çиччĕшĕ те, ун патне кĕрсен, туй каçах (= каçех) виле-виле выртрĕç. Орау. Эсĕ вилним, ачу мĕн тунине курмастăн? Что ты, умер, что-ли, не видишь, что делает ребенок. Сред. Юм. Шыв хĕрĕнче пĕр-май ашкăнса çӳренĕшĕн шывва кайса вилме-чĕ кô! Актай. Хĕр ачи, çĕррине тăхăнсанах, вилсе выртрĕ, тет. Орау. Вилмесппех (так!) вилсе карĕ (умерла со словом: „вилместĕп“). Ib. Вилĕпин, вилеп, урама таттармасп (= таттармастăп). Якейк. Хытă çилейсен, ваттине те çамрăккине те: и-и, вилме маннă пуçна! теç (чтобы тебе околеть!). Ib. И, вилнĕ корак (или: сысна, или: сорăх, или: çын)! çана тăвимастăн! Слеп. Хăнча вилĕн-ши! (брань). Ib. Вăл вилсессĕн, виçĕ мăшăр çăпата çĕтесчĕ манăн, онтан йолсассăн! N. Виличченех чăваш чĕлхипе асапланчĕ. Якейк. Вилчĕ-вилçех! Все-таки выполнил желанне умереть! Сред. Юм. Вилет, 1) умирает, 2) очень страдает, 3) очень любит. Якейк. Апат çиса (ударение падает на слово „çиса“) вилмелле! (пища очень вкусна). СЧЧ. Эпĕ астăвасса тата пнрĕн пĕр ача чирлерĕ те, вилессе çитрĕ. Курм. Вилсе тохса карăн, йолашки санă çорта çути кăтартатпăр. Карине-малтине ан шокăшла. Эпир асăнар, эс ан асăн. Пиршĕн (-пирĕншĕн) торра кĕл-кĕле. Алан, улăм, эп аланма калам; аланмасăр ан порăн, чипер аланса порăн, чипер ĕçлесе порăн, çăпатуна ту. Халăхран ан уйăрăл, халăха ер. СПВВ. ПВ. Вилнĕ чунăмпа анчах кăласра лараттăм (трусил). N. Вилес пек (до упаду) кулаççĕ, ахăраççĕ, ташлаççĕ, сиккелеççĕ. Исп. Вилес пек ӳсĕрĕлеччен ĕçмерĕн-и? Кан. 1928, № 149. Карчăк хальхи вăхăтра вилес пекех (при смерти). N. Виç эрнерен мунча кĕтĕмĕр те, çан-çурăм канса вилнĕ пек пулчĕ (тело разомлело от бани). Туперккульос 33. Кун-каçа вилес пек (до изнеможения) кăçкăраççĕ. N. Урăх ачасем пухăнчĕç те, кулса вилеç (хохочут до упаду) ачаран. Юрк. Чăнласах та кунта пуринчен те кулса вилмелле-çке! Абаш. Конта ӳксе вилĕн! Здесь разобьешься (напр. на льду). В. Олг. Соташшăн вилеччĕ (вилеççĕ). Страшно хотят продать. Ч. С. Эпир аннепе макăрса вилетпĕр анчах (горько плачем). КАЯ. Акка урнă йăтă айĕнче макăрса вилет (так и плачет). Çĕнтерчĕ 33. Пирĕн вилмест. Вилмелле тăватпăр-и вара? || Потерять чувствительность. Альш. Нумай эрех ĕçекенĕн çăварĕ вилет, мĕн сыпнине сисми пулат. || Увянуть (о растениях). N. Паянхи вĕрипе çĕрĕк (вечор) сапман копăстасĕм чистах вилсе пĕтнĕ.

вилĕ

(вил’э̆) или вил (вил’), то же, что виле, мертвец, покойник. 31. Васильев. № 3, 21. Кĕшши (хăшĕ) вилĕ мунчи (баню после похорон) хотса хораç. Ib. Вилĕ чикни, похороны. Çутталла 30. Манăн куçа вилĕ тытрĕ пуль, е çын, кураймасăр куçа пăсмалла турĕ пуль. Ч. С. Вилле ăсатса ярсанах... Как только проводили покойника (на кладбище)... Магн. М. 152. Çол, вăрман, çырма вилли. Юрк. Куçĕсем сӳнсен, аптăранă енне, нимĕн тăва пĕлмесĕр: пирĕн чăвашăн вилли пĕтет-и? тесе, тӳрлетме те пăрахат. N. Вилĕсем яла йытă сăмси çине ларса килеççĕ, тет (вилле хывнине çиме йытта чармаççĕ). Ст. Чек. Килтен вилĕ тухсан, хĕрĕх кунчен килти арăм кантăр тылламас: кантăр хĕрĕх кунччен тылласан, вилнĕ çыннăн шăмми ванат, тет; вилĕ ятне пĕлĕм пĕçермес, кăмака питне шăлмас: кăмака питне шăлсан, вилнĕ çыннăн куçĕ шăлăнат, тет. Юрк. Вăл вара çав килĕре вăхăтсăр вилĕ кăларнă. Собр. Каçпа пит çусан, вилĕ чуп-тăват, теççĕ. Если вечером умыть лицо, то, говорят, во сне поцелует покойние. N. Тĕкел (в четном числе) пĕçерсен (хăймалуне), çулталăк иртиччен çуртран тата вилĕ тухат, теççĕ. (Похороны). Альш. Вилле пуçтарса вырттар (обрядить). Ib. Вилле тирпейлесе чикесси аван ĕçех мар. Ст. Чек. Виллисен умĕнче пултăр (асанне умĕнче пултăр, еtс так говорят, подавая нищему милостыню). || Труп, падаль. Чертаг. Виллĕм çине ан татăр! (выражение отвращения к человеку). А. Турх. Кушак вилли, труп кошки. Шел. 92. Виллӳ ăçта выртĕши? В. Олг. Виллӳ карăнманскер! (Брань). || Мертвый, дохлый. Толст. Амăшĕ вилĕ пулнă (была мертва). Орау. Вилĕ пулă, дохлая рыба. Б. Яныши. Çул çинче çак старик вилĕ выртакан тилле курах кайрĕ, тет. Чуралъ-к. † Атте ятне каласан, пире такам та хĕр парĕ; хамăр ята каласан, вил качака сутас çук. Посл. 56,10. Сирĕн ӳтĕр çылăхшăн вилĕ пулать, чунăр тĕрĕслĕхшĕн чĕрĕ пулать. || Мертворожденный. N. Ĕне вилĕ пăруланă. || Уресмет. Çăпата вилли — ошмёток (истасканный и брошенный лапоть). Ib. Хушпу вилли — истасканное хушпу; атă вилли — отопок. СТИК. Çĕлĕк вилли-кăна юлчĕ.

вилнĕ çын кĕперри

мост для покойника. См. вилĕ кĕперри. Изванк. Унтан вара çырма урлă килнĕ çын кĕперри хуса, карлăкĕсене çапăсенчен турĕç. Вăл карлăксем çине: кĕпесем, йĕмсем, сурпансем, масмаксем, тăлла-çăпатасем: ялан хура ан çӳре, шурăран-шурă тăхăнса, таса çӳре; çĕн-çынна (çĕн-çынтан?) аван тумланса тăр. Сана мĕн кирлĕ пеккине парса яратпăр; эсĕ ĕçлемесĕр пурăнман, йăвăр тăпри çăмăл пултăр, тесе, çакса ячĕç. Кĕпер айне пăхăр укçа пĕр тенкĕ (= тенке) яхăн пулĕ (пăрахаççĕ): япала илмелле пулсан, укçуна ан хĕрхен; çиес килсен, илсе çи. Тата тетен ĕлĕк ху çынтан илнĕ укçана каялла тавăрса паманнисем пулĕ, халĕ ĕнтĕ ытлашшипех паратпăр; чипер тытса усра, çити-çитми укçапала сĕнсе çӳремелле ан пултăр (теççĕ). Унтан вара илсе пынă япаласене пĕтĕмпех персе çĕмĕрчĕç. Вилнĕ çын сĕтеллипе пуканне кĕпер çине лартрĕç... Эпир мĕн пурĕ çулталăкра ик-виç хутчен вилнĕ çынсене хăватпăр, çав вăхăтсенче эсĕ çак кĕпер урлă каççа пыр (теççĕ). Срв. Золотн. 198.

винчетлĕ пул

стать законными мужем и женою. Ст. Шаймурз. Хĕр сисет: ача мана улталарĕ; эп çак ачапа винчетлĕ пулап, тет.

вирелле

по направлению вверх, в гору, против течения. N. Çӳç-пуç вирелле тăрса каять. Волосы встают дыбом. Ст. Ганьк. Шыв вирелле юхмаçть-ĕçке. Рекеев. Хăрарăм та, çӳç вирĕлле тăр. Ib. Çӳçне вирелле турать (чешет). Б. Бур. Çак сăмах суя пулас пулсассăн, тĕкĕм-çӳçĕм вирелле тăтăр, çак каччă хĕвĕнчи пăчăр тĕкĕ пек. Н. Карм. Унталла кайма вирелле. Ехать туда — в гору. N. Вирелле, против шерсти. Ч. П. Йĕлме йĕлтĕрĕ турĕ те, шурăм кайрăм вирелле. Альш. † Самар шывĕ юхать вирелле, сар хăмăшсем тай(ă)лаççĕ шывалла. В. Олг. Вирелле мальлă (в Хорачка: тӧ̆рдэ̆н). Сала 151. Хура шывсем юхат вирелле. || Шиворот-на-выворот. Тюрл. Урана кутăнла сырсассăн: мĕнле вирелле сырнă ес? теççĕ. Ib. Вилĕ тумтирне вирелле тăхăнтараççĕ. (У КС: тирĕс). Ib. Хамăр енчи пек туманнине пурне те: вирелле тунă, теççĕ. || Рекеев. Сăмахĕпе кăмăла вирелле турĕ.

вирĕм

(вирэ̆м), назв. чувашского народного праздника. N. Чăвашсен чăн аслă праçткĕ «вирĕм» ятлă праçник. Вăл праçнике мункунран ике-виçĕ кун маларах пуçлаççĕ. Вăл праçникĕн малтанхи кунĕнче, ирпе, иккĕн, ӳссе çитнĕ ачасем, пĕрнесем çакаççĕ те, аллисене патаксем илеççĕ, килĕрен апат-çимĕç пуçтарса çӳреççĕ. Вĕсем чӳрече патне пыраççĕ те, патаккисемпе шатăртаттарса: вирĕм! вирĕм! тесе, кăшкăраççĕ. Вара чăваш хĕр-арăмĕсем хăшĕ кĕрпе, хăшĕ какай, хăшĕ-хăшĕ çу ярса параççĕ пĕрнисем ăшне. Ун пек вĕсем ялĕпех çавăрăнаççĕ. Вĕсем урамра çӳренĕ чух çын ан пултăр; вĕсем, çынна курсан, хăвалаççĕ; хуса çитсен патаккисемпе тĕртсе яраççĕ. Кĕрписене, ашсене, çусене пуçтарса пĕтерсен, пĕçереççĕ те, пĕр пӳрте ялĕпе пуçтарăнса, çиеççĕ. Тепĕр кун юлашкисене, шаккаса çӳренĕ патакĕсене ял хыçĕнчи çырмана кайса тăкаççĕ: вирĕме паратпăр, теççĕ. Макка 222°. Вирĕм ак çак вăхăтра пулат: хăш вăхăтра Ласăр чĕрĕлнĕ теççĕ, çавăн пекех вĕсем те вирĕм тăваççĕ. Хурамана (siс!) çӳхе хăма тăваççĕ те, çатăрмине (трещотку) тăваççĕ. Унтан вара каççине (= каçхине) хулăсем илеççĕ те, кашни килĕрен çӳреççĕ. Вĕсем кам-та-пулсан йĕрĕх çук(к)и кĕрсен, ăна пĕр пысăк тиркĕпе сăра ĕçтереççĕ. Кам-та-пулсан ĕçсе пĕтерменне хулăпа хĕнеме тытăнаççĕ. Çапла вара пĕр килĕрен тухса каяççĕ, вăл çуртран пĕр япала та илсе тухмаççĕ. Унтан, тепĕр киле кĕрсен, унта çăмартасем çăмарта çукки укçа парать, тата чăкăт, куймаксем илсе тухса каяççĕ. Унăн кĕлли пĕрте çук, кĕлĕ вырăнне такмак калаççĕ. Çапла, пĕтĕм йĕрĕхлĕ çынсем патне кĕрсе çӳреççĕ. Унтан вара анкартисен хыçне каяççĕ те, пĕр тăватă татăк куймак, тăватă тĕпренчĕк тăвара (сырцы), тата пăртак çу илсе пăрахаççĕ. Унта вутă хурса, çатăрмисене пĕр çĕре пухса, çунтараççĕ. Унта варă епле кирлĕ, çапла килĕсене тавăрăнса килеççĕ. Вăл вирĕме ак мĕшĕн тăваççĕ: турă, çĕр çинеч çăмăр пар, ак çак çатăрма епле çатăртатать.— Тата тырă лайăх пултăр, тесе, вырăнĕсем çине çывăрма выртаççĕ. Çапла вирĕм пĕтĕмпех пĕтет. Ib. 194. Вара вирĕм иртерме каяççĕ. Вирĕме ак çапла иртереççĕ: иртермелли вырăнне çитеççĕ те, мĕн пур хĕскĕчисене пухса, çунтараççĕ; йăвисенпе хываççĕ, çăмартине çияççĕ. Унтан вара, пĕр çавранса пăхмасăр, килĕсене тараççĕ. Ib. Вирĕм вăл Лазаре чĕртнĕ шăмат-кун пулать. Вирĕме ăна чăвашсем акă çапла тăваççĕ. Ирхине йăвасем пĕçереççĕ, вара каçпала çамрăк ачасем пухăнаççĕ те, килĕрен килле кĕрсе, йăвасем, çăмартасем пухса çӳреççĕ. Будто вара, çавă çăмартасене парсан, вăсенчен чир каят. Унтан вара çамрăк ачасем хăйсене хулăсемпе çапа-çапа хăвараççĕ, а лешсем вара: ай турă, чир кайтăр! тĕççĕ. Унтан вара, ачасем тухса кайсан, хыçĕсенчен тухса кĕнисене силеççĕ: чир кайтăр, тесе. Вăсен ушкăнĕнче пĕри асли пулат, вăл аслине харпан (чит. хăрпан) теççĕ. Харпанĕ (чит. хăрпанĕ) вара, кашни килле кĕрсен, ак çак такмака калат: ну, хуçасем, мĕн паратăр? тет. Лешсем нимĕн те чĕнмеççĕ. Харпанĕ вара, хускатса, хайхи такмака калат: кĕрепенке çурă тапак, витре çурă кăмăс, чăкăт çурă чăкăт, çăмарта çурă çăмарта. Ăна памасан, выртатпăр та çывăраппăр, тет. Коракыш. Ĕлĕк мун-кун ыран тенĕ чухне стариксем килĕрен ĕççе çӳрепĕ. Мăн-кун эрне тенĕ чухне, ачасам вăрмантан çĕмĕрт-пилеш хулăсем касса хатĕрленĕ. Килĕрен çӳренĕ чухне, пурне те хулăпа: çир кайтăр, тесе, çаптарнă; çавна «вирĕм» тенĕ. Вирĕмре виçĕ ĕрет çӳренĕ: малтан пĕчĕкрех ачасем кĕрпе, çу, çăмарта пухса çӳренĕ, унтан пĕр пек çамрăкрах яшăсем шăпăрпа ташласа çӳренĕ, унтан ваттисем сăра ĕççе, хулăпа çаптарса çӳренĕ. Çӳресе пĕтерсен вара, пурте, шăпăрпа ташласа, çырмана çăмарта кайса ывăтнă. Унта темскер-те-пĕр каланă. Пăтă пĕçерсе, хăйсем ĕссĕн кĕл туса çинă. Изванк. Мун-кун каç (накануне пасхи), вирĕм чупнă чухне, акă çапла юрлаççĕ. В. Олг. (В страстную субботу) çамрăк ачасане хошачĕ: вирĕм косăр сер (= эсир); çатăркан (трещотку) туса парап сана, тет; хĕрлĕ холă сана валли кӳрсе хĕлле. Охотн. „Вирĕм“ и „сĕрен“ — два названия одного и того же обряда. Ч. С. Пирĕн ялсем, мун-кун эрне юлсан, вирĕм тăваççĕ. Вирĕме кăларса ярсан, ялти ват çынсем: чир-чĕре ăсатса ятăмăр ĕнтĕ, тесе, пурте пĕчĕкçĕ ĕçкĕ тăваççĕ. Сунчел. Вирĕм тăвас, совершать „вирĕм“ (исполнители этого обряда назыв. „сĕрен халăхĕ“). Яжутк. † Кăр-кăр-кăр чӳречи, Хапăс карти пакарти, вирĕм-парăм кут шăтăк.

вирĕм чопни

то же, что вирĕм косни. Ходар. Вирĕм чунни. Пирĕн ялта, кашни çул вун-ултă, вун-çичĕ çулхи ачасем, мăн-кун ыран тенĕ чух, шăмат-кун каç вирĕм чупаççĕ. Мăн-кун çитесси пĕр виç-тăват эрне юлсан, вăлсем пĕр çĕре пухăнаççĕ те, вирĕм чупма пилеш хулăсем касмашкăн вăрмана каяççĕ. Хĕр-арăмсем вăл кун вирĕм ачасем валли кукăч-çăмах туса хатĕрлесе хураççĕ; йăвасем тăваççĕ, тата çăмартасем те пĕçерсе хураççĕ. Тата çав ачасам валлиях пĕрер чĕрес сăра пылласа лартаççĕ. Пӳрте кĕнĕ чухне, вăлсем юрласа кĕреççĕ. Вăлсен юрри ак çапла. „Вирĕм, вирĕм вирила, вирила та Кирила; кĕçĕр те вирĕм тиятпăр, ыран та мăн-кун тиятпăр. Кĕçĕр йăва çиятпăр, ыран пăтă çиятпăр, виçмипе яшка çиятпăр. Тавай та пире сăрине, тавай та пире сăрине, тавай пире сахăрни, шинкă та пива нинатă. — Пӳрт алăкне уçаççĕ те, пурте харăс: вирĕм! тесе, кăшкăрса яраççĕ. Хулăсемпе выляса пĕтерсен, ялта ятлă пулса пурăнса вилнĕ çынсене хываççĕ... Ăна ак çапла хываççĕ: алăк патĕнче сак çине икĕ алтăр лартаççĕ; пĕрин çине сăра хываççĕ, теприн çине кукăль, çăмарта, йăва хываççĕ. Ялти аслă çын ячĕпе пĕрене çумне пĕр çурта лартаççĕ; тата тĕпелтен сĕтел илсе пырса лартаççĕ. Сĕтел çине вара хывма мĕн кирлĕ, çавна пурне те хураççĕ. Кил хуçи хăй пирвай хывать. Сĕтел çинчен пĕр кукăльне илет те, ак çапла каласа алтăр тĕпне хурать: хамăр ялти аслă çынсем, ак сире пĕр кукăль; тытăр уна, хусамăр пĕлнĕ пек уйăрса илĕр, тет. Унтан сĕтел çинчен хуть кукăль, хуть йăва, хуть çăмарта илет те ячĕсене каласа хывать: ак Анчăк Якур, Мĕтĕк старик, Ентĕршке старик, Мишутка пичи, Матер-Ентĕри, Исаку, Тиму(х)ха Ентĕри, Тань(к)ка, Яруша, Уртеми, Микуш, Тетер старик вăйпĕрний; Шуç, Як(к)у тата Тинехпи вахтăр, пурте ывăнта пулччăр, тет. Пĕрне-пĕрне маннă пулсан: ех! тата Утриван шушчăка, самай хаяррине, ял çинче çӳренĕскерне, манса хăварнăç! Эппин ан çилен-ха, ывăнта пултăр, тесе, пĕр татăк татса пăрахать. Эппин пире чипер усрăр, ак çак ачасем, сирĕн авалхи йăлапа усалсене пилеш хулăпе (sic!) хăваласа çӳреççĕ; вăлсене чипер ачаллă-пăчаллă, ывăллă-хĕрлĕ ту. Тата пĕр курка пыллă сăра ăсса илет те, пирвайхи ятсенех каласа хывать. Сăрине хывса пĕтерсен: ĕнтĕ чипер ĕçсе-çисе кайăр, тет. Кил хуçи çапла хăй хывса пĕтерсен, сĕтел хушшине кĕрсе ларать те: ачасем, килĕр муçăрсене таткаласа пăрахăр, тет. Ачасем те çавăн пекех пирвай апачĕпе хываççĕ, унтан сăрапа хываççĕ... Унтан тухса каяс чухне, тавай пилеш хулăсемпе пӳртри çынсене, тумтирсене, вырăнсене: усалли тар, ырри кил! тесе, хĕртеççĕ. Çапла туса пĕтерсен, вирĕм ачасене пĕрер çăмарта, виçшер йăва параççĕ те, вирĕм юррине юрласа туха каяççĕ. Хуçи вара пĕрене çамăнчи çуртана илет те, кукăлч татăкĕпе чăркаса, алтăр çине ак çапла каласа хурать: ак сире çурта, çутса кайма; ан çухат, тет. Унтан ик алтăрне ик аллине илет те, тата тепри ун хыçĕнчен пĕр курка шыв ăсса тухать те, урама юпа кутне кăларса: чипер ĕçсе-çисе кайăр, тесе, тăкать. Уна пыта çисе ярсан: вăл вилнĕ çынсене еççе парать, теççĕ. Ачасем тепĕр çын патне кĕрсе каяççĕ... Пĕр-пĕр вăлсене кĕртмесен, ăна вара тăшман туса, пӳрт кĕтессине хулă вĕçĕсем, йăвасем, çăмартасем чиксе хăвараççĕ. Çапла чиксен, вăл çын патне пур усал юлать те, вăл вара ĕмĕре те ыр курса пурăнаймаçть, теççĕ. Хăйсем кĕмелли килсене çӳресе пĕтерсен, шыв хĕрне вирĕм пăрахма каяççĕ. Ăна ак çапла пăрахаççĕ: хăйсен мĕн пур хуллине пĕр çĕре çыхаççĕ, тепĕр вунă йăва, виç çăмарта çыхаççĕ те: ялти чир-чăр, пур усал сывлăш çак хулăсемпе, йăвасемпе юхса кайчăр, тесе, çав каланисене пурне те шывпа юхтарса яраççĕ те, юрласа тавăрăнаççĕ. Чертаг. Вирĕм мăн-кон каççĕн чопнă.

вирлĕ

efficax, острый, бойкий, стремительный, крепкий, сильный, смелый, приятный, чувствительный. Употр. и в наречном см. Хăр. Паль. 31. Çăмăр, вĕтĕ етресем пек, вирлĕн анать. КАЯ. Эпĕ çак ачана чĕлхе вĕрсе тӳрлетме килнĕ; ман чĕлхе вирлĕ пултăр, чăваш чĕлхи çармăс чĕлхи пек вирлĕ пултăр. (Из наговора). Сред. Юм. Тилхепене пит вирлĕ явнă та, саççим хутланмас та. Ib. Вирлĕ утрăм. Кинул изо всей силы. Пшкрт. Вирлĕ сомак каларă мана (приятное слово). Шибач. Вирлĕ йăтать (смело). Н. Курм. Кантăра вĕçне чул çыхса утсассăн, пит вирлĕ каять. N. Куç пăсăлса ларчĕ, халь те вирлĕ пăхмалла мар. Ст. Чек. Мăшкăласа тăр-ха тата, паçăрхинчен вирлĕрех парăп (еще чувствительнее ударю). Шурам-п. № 22. Вирлĕн çупса пырать. Быстро подбегает. Альш. Тутар япали, тутар сăмахĕ пит вирлĕ (имеет ситу, влияние) чăвашра. Орау. Вирлĕ калатăн, теççĕ çынна (побеждаешь словами, прошибаешь насквозь). Ib. Лашана пушăпа хытă тиверсен: питĕ вирлĕ (чувствительно) тиврĕ, теççĕ. СПВВ. ФИ. Вирлĕ = пит хăватлă, вăйлă. Тюрл. Вирлĕ лекнĕ она (тяжело захворал). Ч. С. Ватă-вĕтĕсене ыраттармаллах çапмаççĕ, çамрăк çынсене хăш чухне темĕн тĕрлĕ вирлĕ тивертеççĕ. (Вирми). В. Олг. Вирлĕрех çап. Ударь почувствительнее. N. Он халапă вирлĕ, çитет (исполнится). Регули 1406. Утсене вирлĕрех тивер. Ib. 1407. Ку пушă вирлĕ çыпăçмала. Ib. 1408. Пăснине вирлĕрех сорса парас (о наговоре). Ходар. Тĕтĕрессе куç чĕлхине вĕрессе сĕре çынна тутармаççĕ; ăна пĕр-пĕр вирлĕ чĕлхеллĕ, сиплĕ çынна анчах тутараççĕ. N. Анаталла аннă чух аннăçем вирлĕ анатăн (скатываешься все сильнее и сильнее). Сир. 120. Вирлĕ чĕлхеллисен (остроумных) чĕлхине çĕттерет, ватă çынсене тăнран çухатать. Пшкрт. Ах, вирлĕ турăм! Ах, хорошо я сделал!

виçе

(виз’э), весы, мера, мерка. Ст. Айб. † Икĕ хулран çавăтса кӳртрĕç, виçе çине тăратрĕç (при приеме в солдаты). Арçури. Çиме çăкăр çитмесен, виçе (безмен) йăтса каятпăр. Посл. 238,5. Кун аллинче виçе пур. Хыпар № 9, 1906. Суйлас тиекенсенĕн малтан кăтартнă виçе чухлĕ çĕр пулас пулать. || Мыслец. „Виçе — два осьминника. ЙӨН. Çичĕ виçе сĕлĕ çитартăм (скормил). || Рост? N. Тимеш хĕрĕ виçĕ хĕр, виççĕшийĕн те виçи çук, пирĕн кинĕн виçи пур. Абыз. Пирĕн ялта виçĕ хĕр, пирĕн ялта виçĕ хĕр! Виçи çук, виçи çук, эп илессин виçи пур! || Мера для измерения роста в воинском присутствии. Ч. П. Çак кĕчӳнехи ачасене виçене пырасси инçе мар. || Планки, прибитые поперек крыла ветрянки. См. арман.

виçене кĕрт

пустить в общий раздел. Кан. 1927, № 221. Çак çĕре халăх виçене кĕртме сут урлă шыраса илес тенĕччĕ.

виçĕ

три (употребляется только с определяемым именем). Щ. С. Виçĕ сум та аллă икĕ пус = 1 руб. (sic!). Ib. Виçĕ пус пĕр укçа (или просто: виçĕ пус) — 1 копейка. В. Олг. Виçĕ воннă, 9 копеек. Сĕт-к. Пирĕн ялăн ништа кайса та виçĕ пус окçа илмелли çок. Сред. Юм. Виçĕ çурпилĕк, земельная мера в 2160 кв. саж. N. Виçĕ черевелник, земельная мера в 1080 кв. саж. Истор. Иван княçа кĕричченех тутарсем виçĕ çĕрлĕ (натрое) уйăрăлса кайнă. Орау. Хĕлле сив чухне виçĕ хĕвел пулать. Пысăк хĕвелĕн икĕ енне юпа пек, юпа пек (заметь удвоение) тата икĕ хĕвел пулса тăраççĕ; çавна вара: паян виçĕ хĕвел, тиççĕ. Ст. Чек. Виçĕ хĕç шăлĕ. Ib. Виçĕ юплĕ йывăçа туратĕсемпе(= турачĕсемпе) урай çине тăратмалла тăваççĕ (о воробах). Виçĕ пус. нум. пус. мĕнле куç. 30. Этеме те, выльăха та тăрантаракан япала парас тĕлĕшĕнчен пĕр пек вырăнтах вăл ытти тырăсенчен виçĕ хута яхăн ытларах парать. Ib. 31. Выльăха çитерес тĕлĕшĕнчен, çак пĕр теçеттинрен пуçтарнă тырăпа çĕр-улмине танлаштарса пăхсан, акă мĕн куратпăр: пĕр теçеттинрен пуçтарнă çĕр-улмипе виçĕ хут нумайтарах сысна усраса, виçĕ хут нумайтарах ашпа çу илме пулать.

витре

(витрэ), ведро. Орау. Витрери шыв пӳртре виçĕ сахатрах (или: виçĕ сахат хушшинчех) ăшăнса кайнă. Сред. Юм. Витре тĕпĕ йôхакан пôлсан, витре кôтне таттарса, çĕнĕрен тĕп хôрса тĕплеттереççĕ. Икково. Çак витре шыва корăк çине тăк. Орау. Кăмпана витри-витрипе йăтаççĕ пысăк пиччесем. Ст. Чек. Витрене кутăн сывласан, сунас пулат, тет. N. Витререн тăкнă пак (о ливне). КС. Çăмăр витререн ярат (как из ведра). Орау. Çăмăр çăват çав — витререн ярать. Сред. Юм. Йôтран хăна чĕнсе, сара ĕçекен çын патне ялти ратнисĕм витре сăра илсе каяççĕ. N. Витре çинчен хăш чух пит çуса илет (умывается из ведра). N. Шыв кутĕнче шыв ăсма патья е витре çук.

виттăр

(вит’т’э̆р, в Пшкрт вєттэ̆р), то же, что витĕр. Регули 1311. Хăма виттĕр пăшалпа печĕ. Кантăк виттĕр (в окно) кортăм. Сĕт-к. † Торта толли тор лаши, торти тăрах тар йохать, çилхи виттĕр çил вĕрет. Полтава 4. Виттĕр куçпа пăхсан та, вĕçĕ-хĕрри курнас çук. Орау. Эпир ăна ырă юмаха пит виттĕр пĕлетпĕр, тулĕк питех шарламастпăр. Хыпар № 28, 1906. Тундра тесе, пысăк лачакана калаççĕ; вăл сивĕпе виттĕр шăнса ларнипе нихăçан та ирĕлсе пĕтмест. Чуралъ-к. Вĕттер витĕр, виттĕр тăрăх шерепи. (Сĕлĕ). Правописание сомнительно. Якейк. Куç ман виттĕр мар çав (плохо видят); ман куç виттĕр кормаçт; ман куç виттĕрех мар; ман куç виттĕр корать. Ib. Çак сара вăрман виттĕр уй корнать. Дик. леб 34. Вĕсен мĕлки куç-кĕçки пек таса шыв тĕпĕнчен çав тĕрлĕ витьтĕр курăнса тăнă. Юрк. Шăл виттĕр мăкăр татса калаçса, тухса та каяççĕ. Ал. цв. 27. Хĕрĕн виттĕр тас куçĕсем хуралсах каяççĕ. БАБ. Ăна эпĕ виттĕр пĕлетĕп. Собр. Вăкăрпа така виттĕр сысна йĕтĕн сĕтĕрсе тухать. (Атă çĕлени). Якейк. Пирĕн виттĕр çулла çынсам тыр вырма çӳреççĕ. Через наш двор (или: через нашу деревню) летом ездят жать. Чем люди живы. Санăн куçусем те виттĕртерех, аллусем те маннинчен çаврăнăçлăрах. Конст. чăв. Эпĕ ăна: эсĕ, Усман агай, корана лайăххăн вуласа тухрăн-а? терĕм. Вăл: вулакаланă та, виттĕрех [(до конца или внимательно) вуласа тухман, терĕ. Хурамал. Кушак тус, мана хăна-кил яратни; ямасан, пӳртӳн никĕсне, виттĕр-виттĕр (насквозь, в нескольких местах) шăтарăп, тенĕ. Якейк. Виттĕр (чипер) корнан хĕрсеме витрех парса (вар. утса) ятăмăр (т. е. отдали далеко). Календ. 1904. Сухаланă ана çинче тăпра çĕкленсе, кăпăшланса юлать; çĕкленсе выртакан тăпрана çил виттĕрех вĕрет, çапла çĕр канать, сывлăш çавăрать. Сказки и пред. чув. 105. Пире пултăрччĕ чĕлхи виттĕр касса татакан (острый), шывран вут-хĕм кăларакан. Орау. Атта сĕрмелли аван: атта виттĕрех çапать те, пӳрĕклетсе çемçетсе тăрать. Чĕмп. чăв. шк. И. Й. 11. Тутар чĕлхине виттĕртерех пĕлес тесе, вăл юри пĕр тутар патĕнче хаваттерте пурăннă. (С част. усил. «-ех» произн. витрех).

вула

вола (вула, вола), читать. Юрк. Пĕлме çук, вăл хута сана вулама парĕç. Возможно, что это письмо дадут прочитать тебе. ТРМ. Пурне те кĕнеке çинчĕн вуласа пĕлет. Обо всем вычитывает из книг. Регули 438. Волама вĕренин, лайăхчĕ. Хыр-к. Киле тавăрăнсассăн, аттепе аннене тĕслĕрен кĕнекесем вула-вула кăтартаттăм. Н. Карм. † Тăвансем патне çыру ятăм, икĕ аллипе тытса вулама. N. Тепĕр хут вуласа пар-ха. Прочитай-ка мне еще раз. Орау. Кĕнеке вулан та эс, ытлашши вуласах ан кай. Хотя ты и читаешь книги, но только не зачитывайся. Якейк. Тепре килитччен, ку кĕнекея (= кĕнекене) воласа тохăр. Прочтите эту книгу до следующего прихода. N. Ун çинчи çыруне те часах вуласа илтĕмĕр. Хыпар № 12, 1906. Чипер вуласа пыраттăм, вулани-пĕр (всё читаемое) кăмăла килсе пырать. Юрк. Урйх мĕн вулам (что еще я прочту)? Çак сăмахсене анчах каларăн-çке (продиктовал). Мĕн каланине эпĕ çырса пытăм; кала, эпĕ тата çырăп, тет. || Говорить, рассуждать, беседовать; бормотать, ворчать. N. Вăсем хăйсем вуласа лараççĕ: ăна ачасем ватнă пулмалла, теççĕ. СТИК. Тем вуласа ларат ĕнтĕ çав! Не знаю, что он бормочет! Утар. Вуламалли питĕ нумай та, пĕр-пĕр курсан, иксĕмĕр вулай-при-ха. Много кой о чем надо переговорить; может быть, как-нибудь и поговорим при свиданьи. N. Вуламаннинчен вулани. Лучше говорить, чем молчать!

вунă

пасмо, мера пряжи. СТИК. «Ман хуттăр 9 вунăран» часть хуттăр’а. N. Халь алăра çирĕм пилĕк пус укçа пур-ха; Миххи арăмне 18 вунă авăрларăм, çав укçана халĕ кӳрсе пачĕç. N. Вунă, вунă пĕрчĕ, сум, вăтăр пĕрчĕ. N. Вăтăр сум = вунă (120 пĕрчĕ)... Икĕ вунă çипрен пĕр хур пир тухать. Хур = икĕ чике. Качал. Çак ялта вунă хĕр, вуни çук, вуни çук, эп илессин вуни пур. Паас. Вунă — 1/12 пасма (сăвă).

вупăр

вопăр, назв. злого духа. Срв. тат. убы̆р, русск. упырь. Н. Седяк. Вупăр — вутлă усал сывлăш. Янш.-Норв. Чăвашсем тата: çынсем хушинче вупăр пурăнать, тесе ĕненеççĕ. Вупăра пуласса пĕтĕмпех сӳл ли кайнă карчăк пулать, теççĕ. Старуха, желающая стать вуцăр’ом, входила голая в баню, оставив крест наруже (тул енне хывса хăварса). Там не заранее заготовляет для нее воду, в двенадцатнведерной кадке, на которую он плюет 12 раз («сурса») и 12 раз купается в ней. Потом он велит старухе 12 раз погрузиться («кĕрсе тухма») в эту воду со словами: «Вырăс йăс туррине пăрахатăп, вĕсене пăхăнмастăп». Затем он велит ей «мунча лапки çине (выртса) çывăрма» (заснуть). Во время сна иесемучат ее, между прочим, çынна епле пусмаллине (давить) etc. Ib. Вăл (старуха, ставшая вупăр’ом), хăйне кам çилентерет, ăна часах ерсе пусма тапратать, тет. Тата вăл уйăх çуттинче хăй тарса хăтăлаймасан, уйăха çисе ярать, тет те, тĕттĕм çĕрте çичас куçран çухалать, тет. Вăл, уйăха çисе ярсан, çынна питĕ çыпăçать, тет, пĕр-те-пĕр вăл çаклансассăн, çын вара урăлаймасть, тет; ăна çаплах пусса начарлатса вĕлерет, тет. Çынна пусни ăна хăй упăшкипе пурăннă пекех туйăнать, тет. Собр. Вупăр ватă карчăках пулат, тет. Çавă ватă карчăк, вупăр пулсан, уйăха çисе ярат, тет те, вара çынна пусма каят, тет. Çав вупăр уйăха çинине çын курсан, чӳрече çине кĕл сапсанах, уйăха çиме пăрахат, тет. Вупăр çынна пуснă чухне çын чисти вилнĕ пекех пулат, тет; вăхăт çитмесĕр темĕн чухлĕ тăратсан та, тăмас, тет. Вупăр çынна пусма кайнă чухнĕ, çын çывăрсан, кушак пулса, малти чӳречерен кĕрет, тет. Пĕрре çав вупăра, çын çывăрсан, малти чӳречене уçса, сыхланă, тет. Сыхласан-сыхласан, хай вупăр, кушак пулса, пӳрте кĕрех кайрĕ, тет. Хай вупăра, кĕрсенех, чӳречене хупрĕç, тет те, хăй(хăйă) çутса, шыра пуçларĕç, тет. Çав вупăр тану (= давно) пукан пулса выртнă, тет. Пукана çапрĕç, тет те, минтер пулса выртрĕ, тет; минтере хĕнесен, калах кушак пулчĕ тет; кушака хĕнесен, ватă карчăк пулчĕ, тет; вара питне ниепле те кăтармас, тет. Ăна вара тула кăларса ярсан, хайхине — ну, йытă пĕсĕрлентере пуçларĕ, тет! Хай вупăр кушак пулчĕ, тет те, куçран прех çухалчĕ, тет. СПВВ. ИА. Вупăр пусмасăр çын иртмес, теççĕ. Питушк. Вопăр — çынна пăсакан. Тюрл. Вопăр посрĕ (кошмар). Ч. С. Виçĕм-кун каç уйăха вупăр çирĕ (было лунное затмение). Чуратч. Чăвашсем вупăра: сысна пек, теççĕ, пӳрнисем çыннăн пек. Вăл, каç пулсан, çынсем çывăрма выртсан, пĕр-пĕр çын патне пырса, унăн çине улăхса выртать. Çапла вунăр выртнине чăвашсем «вупăр пусни» теççĕ. Вупăр, пуснă чух, пӳрнисене çын çăварне чиксе ярат, вара çав çыннăн ни кăçкăрма сасси пĕтет, ни сиккеленмелле мар пулать. М. П. Петр. Вупăр — чудовище, которому приписываются враждебные действия против солнца. Изамб. Т. Çĕрле вупăр пусат. Вупăр пуссан, качи-пӳрнене сиккелеттермелле, ул вара каят. Вупăр хĕвеле, уйăха çиет, теççĕ; ун чухне сеник (= сенĕк) юппине çурмалла, вупăр вара каят. Нюш-к. Уйăх кĕш уяртса пăхнă чухнех çĕтсен, уйăха вупăр çиет пулать вара. Макка 228. Вупăр вăл ак мĕнле: унăн хулайĕ пĕтĕмпех витрех шăтăк; чăвашсем унтан пит хăраççĕ, особенно пĕчĕк(к)ĕрех ачасем; вăл вупăр тата уйăха çиме пултарать, теççĕ чăвашсем. Çав вупăр, уйăха çиме улăхнă чухне, шур пуç юççи (на лутошку) утланса: ну-ну-ну-ну-ну-ну! тесе, вăл улăхать, теççĕ; вăхăтĕнче уйăха çиять, теççĕ. Микушк. Чăвашсем, хĕлле пулсан, çĕрле нумай лараççĕ. Хĕр-арăмсем кĕнчеле авăрласа лараççĕ, арçынсем тĕрлĕ ĕç тăваççĕ: е çăпата, е çĕвĕ çĕлеççĕ. Çапла пĕр çуртра çĕрле ĕçлесе ларнă, тет, пĕр карчăк анчах çывăрат, тет. Ларсан, ларсан ку карчăк тапратрĕ, тет, мĕкĕрме. Пурте шарта сикрĕç, тет. Нумай та мĕкĕрмерĕ, тет, вăранчĕ, тет. — Ара мĕн пулчĕ сана? тесе ыйтрĕç, тет, ларакансем. — Пĕр мăнтăр, пысăк арăм, пычĕ пек, ман çия упаленсе выртрĕ пек, тесе каларĕ, тет. Пĕри вара лараканнисенчен: шăтăк шăхăрччăр, тесе каларĕ, тет. Апла каласан, вупăр тухаймаст, тет. Çавăнпа пурте шыра пуçларĕç, тет. Шырасан-шырасан, пĕри курах карĕ, тет: кăмакара, кушак пулнă, тет те, кĕтесре ларат, тет. Кушака тытрĕç, тет те, çĕçĕ илсе: пусатпăр, тесе, камне калама хушнă, тет. Кушак каламаст, тет. Вара, пусма тăрсан тин каланă, тет. Кӳршĕ арăмĕ пулчĕ, тет те: ан пусăр, тесе йăлăна пуçларĕ, тет. Вара вăл арăма шăрса ярассен хĕнерĕç, тет. Темĕн чухлĕ укçа илчĕç, тет. Çавăнтан кайран, тин пăрахрĕ, тет, кӳршĕ арăмĕ вупăр пулса çӳреме (siс!). Чертаг. Вупăр çынă (о деревьях; иначе: паталлă) — поврежденное дерево. Антик. Вупăр çинĕ. (Так говорят, если на тесте в продолжение ночи остаются какие-нибудь следы). Юç. такăнт. 10. Чарăн çак мăкăртатма. Мĕн, вупăр пек, пĕрмай янаххуна вылятан? (т. е. бормочешь). См. Рекеев II, 4.

вупăрлă карчăк

колдунья. СТИК. Пĕр арăма темле, те хăнана çав, вупăрлă карчăк хăваланă. Ку арăм пĕччен-кăна уранапа лашине тилкепепе хăваласа, çаврăна-çаврăна пăхса пырат, тет те, юрлат: чуп, чуп, лашам, чуп, лашам, часрах киле çит, лашам! Вупăрла карчăкĕ кантăр тылли çине утланса, сиктерсе хăваласа пырат, тет, çах арăма. Хăй çапла каласа пырат, тет: сик-сик, тыллăм, сик, тыллăм! сикетĕп те çитетĕп, çак арăм пуçне çиетĕп. Собр. Вупăрлă карчăкăн кăвапинчен туртатăп. (Çăм арлани).

вупкăн-курăкĕ

, вупкăн-корăк, вупкăн-корĕк, назв. раст. Knantia arvensis, земляные орешки. Хурамал. Н. Седяк. Вупкăн-курăк; тымарĕ ку курăкăн мăйăр пекех (йĕке пек). Якейк. Вопкăн-корĕк (или: тыр вăрлакан корăк). Çак корăк пырая (= пурана) кĕрсен, тыррăн пĕр перекеч те çок.

вутăш

вотăш, назв. водяного духа. Название злого духа. См. Магн. М. 54, 55, 56. N. Один чувашин из Кушкăпоймал «вутăш хĕрĕ» и женился на ней. От них пошли вутăш йăхĕ (племя). N. Шывра, тарăн çĕрте, кирек ăçта та вутăшсăр пулмас, тет. Вăл вутăш чисти çын пекех, тет, антах ӳчĕ кăвак, тет, вăрăм çӳ(ç)лĕ тет; вăл вара шăрăх вăхăтра, хĕвел ăшшине тухса, пуçне тураса ларат, тет; хăш чухне хĕвел ăшшине тухса çывăрат та, тет. Çав çывăрнă вăхăтра, вăрттăн пырса, часрах хĕрес тăхăнтарсан, вăл вара шыва ниепле те кĕреймес, тет. Вара çынна пит йăлăнат, тет; мĕн çухлĕ укçа ыйтнă, ун чухлĕ укçа парат, тет. Вутăшăн ун укçа пит нумай, тет. Чуратч. Шывра тата çăлта чăвашсем: вутăш пурăнат, теççĕ. Вутăш çиленнĕ çынна час-часах ӳслĕк ярать. Çав ӳслĕкрен хăтăлас тесе, шыва вăсене, е çăла, çăкăр татăкки, çăмарта пăрахаççĕ. Пролей-Каша. Вотăш — дух, летавший к вдове и принимавший вид ее мужа (у др. вĕри-çĕлен). П. П. Т. Пирĕн патăрта чăвашсем, пĕр-пĕр çын вутăш пек пит алхасса пурăнсан, кĕлле каймасăр, турра пăхăнмасăр, тухатмăш туса пурăнсан, хупахра ĕççе шăнса вилсен, çав çынна масар çинче вырăн, ĕçме-çиме те памаççĕ, теççĕ. N. Вуташ — усал, кăтаклать çынна. Ч. С. (Янш.-Норв.). Чăвашсем çăл куçĕсенче, тата пысăк пĕвесенче вутăш пурăнать, тесе, ĕненеççĕ. Çăл куçĕсенчи вутăш питĕ пĕчĕкçĕ, тет; вăл тин çуралнă ача пек анчах, тет. Çăл куçĕнче пурăнакан вутăш çынсемшĕн питĕ усăллă, тет. Çынна вăл хăй пĕр сиен те тумас, тет. Пур çĕр айĕнчи пакраса тухакан çăл та çав пĕчĕкçĕ вутăшсем тапса кăларнипе тухать, теççĕ. Анчах çăл куçĕнчен шыв ăснă чухне-и, унта ĕçнĕ чухне-и: пĕсмĕлле, çырлах, тесе, ĕçмелле, тет. Çавна асăнса ĕçмесессĕн, вăл питĕ хурланать, тет. Аптăран(ă) енне вара: кăсене çавăн чухлĕ ырăлăх кăтартнăçăм мана мăшкăласа пурăнаççĕ; акă эпĕ вĕсене малашне сивĕ шывсем кăларса парам-ха, çырма шывĕпе антăхса пурăнчăр вĕсем; тата пырĕсене шыçтарса ярам та, ахлатса ӳсĕрсе çӳреччĕр вĕсем, тесе калать, тет. Çавăнпа чăвашсенчен е пырĕсем шыççан, е уярсенче çăлсем типе пуçласан: путех вутăшсене кам-та-пулин çилентернĕ пулĕ, тесе, кашни çăлсем куçне, хăшĕ йăва кайса пăрахаççĕ, хăшĕ нимĕрпе икерчĕ таткаласа пăрахаççĕ, тата хăшĕ-хăшĕ чĕрĕ çăмарта кайса яраççĕ; ăна вĕсем: шывĕ чĕрĕ çăмарта пек свеши пултăр, тесе, пăрахаççĕ. Ib. Пысăк пĕвесĕнче пурăнакан вутăш çын пекех çемепеле пурăнать, теççĕ. Ачапăр, çукки çак çутă çанталăкра пурăнакан е ачасене е ваттисене, шыв хĕрне пырсан, шыв ăшне сĕтĕрсе кĕрсе каять те, çавсене лаша вырăнне туса çӳреççĕ, тесе, ĕненеççĕ. Çавăнпа вĕсем: пур шыва кайса вилнĕ çын та вутăшсемпе пурăнать, тесе, ĕненеççĕ. Вăл вутăшсем хăйсем çын манерлех, теççĕ: тĕсĕсем хуп-хура та, хăйсем çаппа-çарамасах пурăнать, тесе, ĕненеççĕ. Çав вутăшсем питĕ нумай пулĕччĕç, тет те, анчах вĕсене, ирхине ирех хĕвел тухнă чухне, шыв хĕрне тухса выртсан, кашкăрсем нумайăшне çиеççĕ, тет. Çав çинĕ чухнĕ, вăл шăмми-шаккине çисе ярачченех кăшкăрат, тет. Чăвашсем: вутăша кашкăр çинине тата унăн тĕсне çула питĕ ăшă чухне ирхине самый хĕвел тухнă вăхăтра куратпăр, тĕççĕ. Етрух. Шыв хĕрне анса, çав ватă çынсемех чӳклеççĕ. Малтанхи сăмах: вутăш, çырлах! вутăш çырлах! теççĕ. Картусне, е шлепкине хул-айне хĕстерет, ачасене пурне те шывалла пăхса пуççаптарать... Çисе пĕтерсен, кайран çав ватă çынни калать: çырлах, вутăш! çырлах, вутăш! тет. Унтан арсем те çавăн пекех: вутăш, çырлах! вутăш, çырлах! тесе кăçкăраççĕ. Вара çав ватти калать: ĕнтĕ, ачасем, шывпа выльăр шыв хĕрĕнче, вара çăмăр лайăх пулат, тет. (Çерçи чӳкĕ). Милькович. 22. Водыш, пребывая в водах, к употреблению делает оные здоровыми. Макка 228°. Вутăш вăл особенно хирти пысăк пусăсенче пурăнат, теççĕ, пысăк шывсенче. Вăл хăй юратнă çын умне анчах тухса çӳрет, теççĕ; вăл тухсан, хĕр пулса çӳрет, теççĕ. И. Седяк. Вутăш = усал сывлăш, вупăртан кĕçĕнни. М. Çав старик вутăш пулнă, тет. Проп. о блудном сыне. Кĕçĕнни çемçе кăмăллă, çăмăл, вутăш пек чĕрĕ çын пулнă. Ст. Шаймурз. Хĕр-арăм патша калат: тархасшăн мана виçĕ пĕрчĕ сухала пар, тет. Вутăш калат: манăн сухал ыратат, тет. Орау. Вутăш пек (бойкий) ача пĕтĕмпех имшерленсе карĕ. Толст. Çынпа шыври (вутăш). Мусир. Вутăш — божество (злое, в воде). Н. Лебеж. † Путĕр-путĕр путене, хупсан, хуплу пулмĕ-ши? Ай-хай, кинçĕм Анна пур, илсен (замуж); вутăш (т. е. зюю) пулмĕ-ши? ДФФ. Вутăш çăл-куçĕнче (шывра) пурăнать, тесе, ĕненеччĕç. Ăна çулă нимĕрпе чӳклеччĕç. || Дух огня; однажды, по рассказу чувашина, он летел как бы в виде горящей головни, от которой сыпались искры. Ильминский сч. это слово сложным: вут+йыш, т. е. дух огня (см. йыш). См. Пер. о чув. изд. 50.

вăй

(вы̆j), сила; средства. Регули 326. Вăй патăр! Собр. Ку айкки, леш айкки вăй патăр. (Чӳлĕк туртни). Альш. Тапна çĕртен тар тухтăр, сикнĕ çĕртен сим тухтăр, вылянă çĕртен вăй тухтйр. Ст. Ганьк. † Тарăн вар тăрăх çул килет, икĕ аяккипе хĕр килет; ăна, тытса, çуп-тусан, çамрăк пуçа вăй (энергия) кĕрет. N. † Кукăр-макăр çул пырат, кукăрипе хĕр пырат; ăна, тытса, чуп-тусан, çамрăк пуçа вăй кĕрет. Сала 302. Вунă пӳрне вăйĕ тан мар. (Послов. ). Истор. Кĕрешсен-кĕрешсен, Мстислав вайран сулăна пуçланă (начал выбиваться из сил). Макка 44. † Вăрăм çулпа килтĕмĕр хура-тур лаша вăйĕпе. Ала 11. Манăн киле кайма вăй çитес çук (сил не хватит), кунтах çăвăрас (= çывăрас) пулĕ. Серг. Рад. Ялан вăйпа ĕçлемелли ĕçсене ĕçленĕ (выполнял тяжелую работу). Панклеи. Карчăк патак илет те, çак хĕре поçĕнчен мĕн вăй çитессипе (насколько хватает сил) çапать. N. Вăй патăр пуса татма! Якейк. Тытрăм-турăм тотине (поцеловался), çамăрăк (siс!) Чона вăй килчĕ. Букв. 1908. Çывăрсан, ăна вăй кĕвĕ (она отдохнула). А. П. Прокоп. † Эпĕр ĕçни, эпĕр çини улт уралă хуртан вăqĕсем. КС. Вăй патăр! Бог помочь! (Отвечают: «тавах!»). Сред. Юм. Вăй патăр! Тор пôлăштăр! Ч. П. Хура сăсар (написано: «сасар» — дважды) йĕрне йĕрле-йĕрле, чикĕ чĕр-куççи вăйне эпĕ пĕтертĕм. О сохр. здор. Вăй çитменнине (непосильную работу) ĕçленĕрен. К.-Кушки. † Вăй кăларса ĕçлерĕм, вăйлă туйпа памарăн. (Хĕр-йĕрри). Сред. Юм. Вăй кĕрсе çитнĕ çын, взрослый человек. Ст. Дув. † Ӳссе çитĕнеет ар ывăлĕ, патша патне каят, вăй хурат. Сиктер. Турă, сана асăнатăп хура халăх вăйĕпе. Юрк. Чипертерех тăракан çынсене, çыру пĕлекенсене, хайсенĕн вăйĕнчен чăвашла кĕнекесем илтерсе вулаттарнă. Ib. Вăл кахал, çын вăйĕпе-кăна пурăнасшăн (хочет жить на чужой счет). Ib. Улпучĕ именине тертленсе тытса тăрат, правиччĕлĕсем ун вăйĕнчен пуйса выртаççĕ. Макка 218. Акă сана (киремети) хур паратпăр, мĕн вăй çитнипелен анчах. {{anchor|DdeLink19642142371547}} N. Вăй çитнĕ таран, но силе возможности. N. Манăн та çаc (= çиес) килет, тульккă вăй çитеймĕçт (не хватает средств). Истор. Хулăм тӳлеме вăйĕ çитейменнисем пĕрер арăмран ытла илмен. N. Ывăлĕ кăçал-кăна вăй пара пуçларĕ (= пулăша пуçларĕ). || Ущерб. Риккошкăнь-Янасал. † Стаккан çутă тийиса (= тиеесе), тĕп корниччен ĕçес мар, хуçине вăях тăвас мар. См. вуй, вый, вой.

вăйлан

стать сильным, крепким, состоятельным, окрепнуть, разбогатеть. См. вăйлăлан. Ала 5. Пурăнсан-пурăнсан, вăл вăйланса карĕ, тет те, шухăшларĕ, тет, киле кайма. Качал. Çак тăлăх ачасем, пурăнсан-пурăнсан, вăйланса çитрĕç (окрепли), тет.

вăйлă

(вы̆jлы̆), сильный, крепкий; состоятельный. Н. И. П. Вăйлă юрла. Пой громко (сильно). N. Халь вăрçă вăйлă. Теперь сильная война. Тайба Т. † Хирте тăман халĕ пит вăйлă (очень сильный буран), ял хушшине кĕрсен, епле-ши? Изамб. Т. Ыраш вăйлă пулнă, тет. (Прежде) рожь родилась хорошо. Никит. Çак калăм каçсенче тухатмăшсем тухатса çӳреççĕ; чи вăйлă çӳрекен каç юн-калăм каçĕ пулат. Ib. Икĕ-виçĕ çул ĕлĕкрех пирĕн ялта вăйлă ĕне мур (т. е. мурĕ) пулчĕ (был сильный падеж скота). Хыпар № 26, 1906. Патшалăх канашĕнче тĕрлĕ çын пур: чиновниксем, улпутсем, завод (= савăт, савут) хуçисем, пурте пуян, вăйлă çынсем (сильные люди). Ib. № 36, 1906. Халăх тата вăйлăрах ĕрче пуçланă (начал еще сильнее размножаться). О калед. Пуринчен ытла çĕре сывлăш кĕрсе тăмалла тытма тăрăшас пулать, тата çум-курăксенчен таса тытма тăрăшмалла. Çапла тусан анчах вăйлă тырă илме пулать. Альш. Кашана: вăл териех хытă ĕçмес, тетчĕç; вăл та кăçал питĕ вăйлă ĕçрĕ, теççĕ пĕр-пĕрин хушшинче çынсем. Чув. календ. 1911. Вăл хăвăрт çĕкленнĕ те, вăйлăран вăйлă кайса, нимĕç хулисем урлă Берлина кайнă. Альш. Ĕлĕкрех Куслувккара питĕ тырă вăйлă илетчĕç. Чув. прим. о пог. 424. Хурама (кăпчанкă) чечеке вăйлă ларсан, хура-тулă пулать. Если у вяза (жимолости) много цвета, то уродится греча. Чăвашсем 14. Унта ĕлĕк пит шултăра вăрман пулнă, пит вăйлă вăрман пулнă. Шел. П. 54. Вăйлă çурт, большой дом.

вăй-хал

сила и здоровье. О сохр. здор. 111. Вĕсене вăй-хал кĕрех пырать. || В перев. см. Н. Карм. † Кăçалах та ĕçленĕ пирĕн вăй-хал хăна вĕрле сăй (= сăйĕ) пултăр. А. П. Прокоп. † Çак ĕçленĕ вăй-халсем çак тăвансем умне сăй пултăр.

вăй-хăват

сила. Требн. 15,17. Мĕн пур вăй-хăвату мĕнĕпех çак çын ăшĕнчен тухса, уйăрăлса кай унтан. Якейк. Торă сана, ачам, порăнма вăй-хват (= вăй-хăват) патăр.

вăйтар

понуд. ф. от вăй. Çак япалана çавна вăйтарас-ха! (тому дать нести).

вăй

то же, что вăйă, игра, музыка. Собр. † Пĕчĕк пӳртре хĕр вăйĕ (девичья пирушка), пысăккинче ĕçкĕлĕх. Тимяш. Сакăр çула çитсен, манăн вăйсене хăвармалла пулчĕ (пришлось оставить детские игры). N. Сăмсипе вăй калать (ăмăрт-кайăк); çав вăйă сассине итлесе, килтĕмĕр эпир, çак туй халăхĕсем, çак-туя. Абыз. Вăл хăй кашни кун вăйя çӳренĕ (солдат, на ученье). Собр. † Кăвик-кăвик кăвакарçын çӳле карĕ вăй вăя (sic!), ӳкрĕ-вилчĕ пăр çине, тытрăм-сутрăм тутара; тутар мулне тур куртăр, ĕне пысакан (= пусакан) хĕрне йыт çитăр. Сутниксене шыв курки, пултăрсене пыл курки.

вăйă

(вы̆jы̆), игра. Б. 13. Вăйăран вăкăр тухать. Игра до добра не доводит. Альш. Лешсем темĕн-темĕн те курнă: шуйттан ваййине те (цирк, балаган) курнă, пукане вăййине те курнă. Сред. Юм. Çак ача, пире калĕмпĕр вăййине... СТИК. Пирĕн ача чист вăйя яранчĕ, ĕç кутне пырса та пăхмаст. (Говорят о мальчике или девочке, увлекшихся игрой, не работающих, а то-и-дело бегающнх на игры). Сунт. 1929, № 2. Вăйă мар (не шутка) çав ача тăвасси. 1929, № 67. Клоçета ача вăййилле (кое-как), чуспа çапçа, туса лартрĕç (сколотили). || «Ученье» (военное). Б. Олг. Салтак вăййине вĕрентес полат ĕнтĕ сана, тет. || Хоровод. Альш. Вайă тесе, пĕр-пĕр урам кĕтессине выляма-кулма, кĕвĕ-сăвă калама пуçтарăннине калаççĕ. Изамб. Т. Эпĕ хамăн юлташсемпе... вăйя хутшăна пуçланăччĕ. Ib. Çимĕк уммĕн усем вайя тухма пуçлаççĕ. Ч. П. Шурă кĕпе тăхăнсан, вăйă витĕр курăнать. Пазух. Пирĕн вăя вылясси çырла пиçнĕ вăхатра. Ib. Вайя тух. Выходи в хоровод. || Музыкальная игра. N. Урипе тапать, çунатпе çупать, сăмсипе вййă калать; çав вăйă сассине илтсе, вĕренсе килтĕмĕр. || Игра в горелки. С. Тим. Ан саланăр, тантăшсем, пĕр-ик вăйă выляр-и? || Место, изобилующее чем-либо. СЧУШ. Çак ача хăй пĕлекен çырла вăййине ертсе кайрĕ. Баран. 169. Атăл пырĕнчен (чит. вăрринчен) инçех мар — Астрахань (чит. Аçтăрхан или Аçтăркан) хули ларать. Пулă вăййи çакăнта ĕнтĕ.

вăй-кил уйăрни

невыясненное выраж. Ала 62°. Унтан вара çак сăвăсене юрласа пĕтерсен, мăн-кĕрӳ, ларакан халăх çинелле пăхса, калат: упăтĕк! тет. Вара халăх тăрать те, ларакан ваттисене пĕрнн чуп-тума тытанаççĕ. Чуп-туса пĕтерсен, вăй-кил уйăрма каяççĕ.

вăйçă

то же, что вăйăç. И. С. Степ. Ст. Чек. Вăйçă купăс калат. Изамб. Т. Ун чухне хĕр енчи вăйçăпа кĕрӳ енчи вăйçă купăсĕсене тавлашса калаççĕ. А. Турх. Вăйçă — скрипач; человек, играющий на каком-нибудь муз. инструменте. Мусир. † Вăйçа виç тенкĕ панă эпир — пĕр пуса та тăмарĕ. Менча Ч. Çак туя Утемĕш вăйçă пулса кайнă, тет. || М. П. Петр. Вăйçă — руководитель игры.

вăр

(вы̆р), подр. Движению струи воздуха, средней силы. Подр. движению (средней силы) качающегося предмета, напр. дерева на корню. Подр. такому настроению, когда „болит“ или „ноет“ сердце, или когда сердце не спокойно, в тревоге. Макка 28°. Хирти çил вăр-вăр тавать (подувает одинаково, ритмично, но не сплошным током). Çутталла 144. Хай вăр-вă-ăр! вĕрсе илчĕ. Сред. Юм. Вăр-вăр (про теплый ветер; ветер сильнее, чем «вăштăр-вăштăр»). † Çур-çĕр енчен çил вĕрет; вăр-вăр тесен (если подует), çӳç вĕçет (развеваются). С. Тим. † Леш аяккинче вĕрене, çулçи вăр-вăр тăват-çке (движутся, колышутся); ман çийĕмре шур кĕпе, арки вăр-вăр тăват-çке. Çак вăйăран юлсассăн, ăш-чик вăр-вăр тăват-çке. Ч. П. Хĕр çураçнă ачасен ашĕ вăр-вăр тăвать-çке. А. Ц. Прокоп. † Хуйхă йăвăр пулнăран чĕреçĕм вăр-вăр тăвать-çке. Упа 573°. † Шура пӳртĕр умĕнче самавар вĕрет, шур кăпăкĕ вăр-вăр та, ай, çавăрнат; çын-çын урлă сăмахсем, ай, илтсессĕн чĕрем варри вăр-вăр та, ай, çавăрнат. Богдашк. † Кашта кашта шур кĕпе, арки вăр-вăр тăвать-çке, çĕрле вăйя тухмасан, ăшăм вăр-вăр тăвать-çке. Пшкрт. Вăр-вăр тоттăр вĕçет. Ib. Кайăк вăр-вăр вĕçсе карă (маленькая) См. вушт. Микушк. † Аслă улăхра куккук авăтать-çĕмĕрт йывăç вăр-вăр тăвать. Чăв. юм. 1919, 14. Шурă кĕпи вăр-вар вĕçет, çутă тухйи шăнкăр-шанкăр тăвать. Емельк. † Шурă вĕрене вăр-вăр авăнат. Якейк. Потран кĕпçи вăр-вăр. А. П. Прокоп. † Çамрăк пуçма йăвăр килсессĕн, çинçе пӳçĕм вăр-вăр авăнат. Турх. Тăрин икĕ çуначĕ вăр-вар тăвать (порхает). М. Д. Кайăкĕ вăр! вĕççе кĕчĕ (в избу). Çиç. çирĕ кĕм. 67. Чăшт сапас та, пăрр! чĕртсе... вăр-вăрах çунса каять хăйĕн вулас пӳртĕнтче. || Подр. энергичному вернению или кружению. Альш. † Çеçен хир варринче çавра кӳл: вăр çаврăнса ишмешкĕн вырăн çук. Девлизеркино. Ку аллинчи тилкепи вĕçне хăй пуçĕ тавра вăр-вăр-вăр çавăрса, лашине пит хытă сăптăрать. Шарбаш. Çав хушăрах (тут же) пĕр енелле вăр-вăр çавăрăваççĕ (питĕ хытă... темле ӳкмеççĕ... при пляске). Образцы 52. Пĕчĕкçеççĕ курка, сарă курка, вăр çавăрса (опрокидывая) ĕçме хушаççĕ. Кĕвĕсем. Ман çаваçăм вырăсла, вăр çавăрса сулăнса, çĕклем утă кăларать. Шарбаш. Вăр-вăр вăрманти, турат куç турханти (тур’анδиы. Кашкăр). || Подр. швыряншо. Альш. Вăр ывăтса, ярат, тет, тулалла (вышвырнула его). |{{anchor|DdeLink21084067528703}} | Подр, дребезжанию. Юрк. Вăр-вăр ту — дребезжать. См. МКП. 25.

вăр

бросать, ронять, швырять, кидать: бить. Чăв. й. пур. 2. Пирĕн чăвашсене епле çын та юрас çук; пуçне чула вăрсан та, çав-çавах пулĕ. Юрк. Хăшне тата, пичĕсенчен аллисемпе пĕтĕм вăйĕпе вăрса, çупа-çупа ярса, хĕненĕ. С. Вăр, валить в сторону при борьбе. Ст. Шаймурз. Кунта килсен, çавна, анне, вăрса ӳкерем-и? тет. Мама! когда он (старик) подойдет сюда, не сшибить ли мне его с ног? Слепой. Вăрса яр: первей эс вăр. Ст. Чек. Вăл ăна вăрса ячĕ (çапса ярас). М. П. Петр. Вăр — бить (вăрса ярсан, вĕлерĕп). В. Олг. Патак илчĕ, темĕскер каласа виççĕ сорчĕ, патака вăрсарчĕ(= вăрса ячĕ) вăрманалла. Орау. Аллипе каялла вăрса ячĕ те (махнул), лешне сăмсаранах тиврĕ. N. Вăрса яр = хирĕç çапса яр. Череп. Хăлха-чиккинчен вăрса ячĕ. Хватил по уху. СТИК. Вăрсă ярăп ак! Швырну вот! N. Пыльчăк çине вăрса кӳрт (погрузить в грязь). А. Турх. Вăрса хăвартăм, швырнул. Требн. II. Çак вăрлăхсене эпир чунсăр тăпра ăшне ахалех вăрса хăварма хăяймастпăр. || Околдовать, напускать порчу. Паас. Ан вăр çын çине, ан сул çын çине. || Сбыть с рук. Ст. Чек. Сутмалла япалана: вăрса ярас, теççĕ. Ib. Вăрса ятăм ку ĕнене. [Этот глагол, повидимому, является исконно-чувашским и соответствует осм. вур, каз. -тат. өр; гл. çап — позднейщее заимствование из другого тюрк: наречия, на что указывает и гласная 1-го слога (срв. çоп, çуп)].

вăрах

(вы̆рад’ин), тихо, медленно, долго. Шибач. Вăрах ĕçлет. Тихо работает. Самар. † Килес вăхăтсене инçе ан хур, вăрах пулĕ пире кĕтесси (нам будет казаться, что время идет медленно). О сохр. здор. Хăш-хăш хĕр-арăмсем: яшка тутлă, тутă тытакан пултăр, тесе, аша юрри вăрах вĕретеççĕ (кипятят долго). N. Кĕтекене вăрах. Для ожидающего время идет медленно. N. Кай та, вăрах ан тăр. Иди, но не будь там долго. Сир. 7. Пилсĕр кăмăла («упорное сердце») вăрахах (потихоньку) хурлăх пусса антарĕ. Ау 110. Эпир вăрахах тăмăпăр (пробудем не долго), тет, эсир, хатĕрленерех тăрăр, тет, туй тума, тет. Баран. 63. Тăшмансене кĕтесси вăраха пымаст. Враги не заставили себя долго ждать. Уфим. Вăрах тытрăм (задержал), ямарăм (не посылал), каçарăр мана. Мĕншĕн эпĕ вăрах тытрăм? — мĕншĕн тесен питĕ хĕн пулчĕ, чĕрĕс пĕлсе çитесси (разузнать). Регули 1299. Вăрах сире (вас) кĕтесси польчĕ (sic!). Вăрахрах кай. Ib. 1300. Вăрах полчĕ, не тохимарăм. СПВВ. Вăрах пулмас-халь, не особенно давно. Ib. Пит вăрах асапланнă. Мучился очень долго. N. Вăрах-тӳсĕмлĕ, нумай-ырăлахлă. N. Ку ĕçе тăвасса вăраха ан хăвар (не откладывай). N. Сирĕн çĕр çине вăхăтĕнче ирхи çумăр та, вăрах çумăр (тихий дождь) та çăвать. Ст. Шаймурз. Çав ылттăн çеçкене хăçан куç ӳксе, вăрах хаяр, хĕн хаяр ӳксе тăкăнĕ... (Из наговора). Ib. Мĕшĕн кăсем пит вăрах (долго) çиеççе? тет (он). Ib. Мĕшĕн вăрах тăратăр? Часрах школа вĕренме пырăр, тет. Что вы медлите? Скорее идите учиться в школу. Т. М. Матв. Ĕçкĕре, ватă çынна пысăк черккепе эрех е пысăк куркапа сăра парсан, хăйĕн ĕçсе яма хал çуккине е, ĕçсен, ытла ӳсĕрĕлессине пĕлтерсе, ĕçтерекене çак сăмаха калать: ватă лаша вăраха пыраймаст (долго не протерпит) тет; ĕçтерекенни, тавăрса: ватă лашана шанса кӳлеççĕ, тет.

вăрăн

(вŏрŏн, вы̆ры̆н), удариться; попасть (куда); поразить. Хыпар № 30, 1906. Акашша ашшĕ çапнипе кĕтĕссех кайса вăранать. От отцовского удара Агаша отлетает в угол. Рак. Ачам-пăчам çимеллине çисе карĕ, таçтан килсе варăнчĕ хаямат! (откуда-то принесло его, чорта). Ау 80. Тилĕ улпут карташ патне пырса вăрăннă. Сир. 121. Эпĕ калаçам, хуть те темĕн çитсе вăрăнтăр мана (что бы ни постигло меня). СТИК. Çилĕ вăраннă. Человек захворал под влиянием ссоры, происшедшей между другими людьми. Никит. Утма пĕлмĕн патак пуçа вăрăннă, калама пĕлмен сумах пите вăрăннă. (Посл.). Собр. Хай намăс тăвать, пите вăрăнассине пĕлмеçть, теççĕ. (Послов.). Ib. Ута пĕлмен ал-туи (= туйи) пуçа килсе вăрăнать, теççĕ. (Послов.). С. Пите килсе вăрăннă. Ударилась в лицо (палка). Сир. 107. Мĕнле хăрушăран (опасности) хăраса, сехĕрленсе тăраттăм, çав хăрушах килсе лекрĕ (в рукописи написано: вăрăнчĕ). Т. VI. Усал вăрăннă йĕркепе кĕл-тумалли кĕлĕсем (поправлено: вырăннă!). КС. По моему, хирĕç вăрăннипе хаяр ӳкни пĕрех. Аттик. Ир вăрăнчин, каç вăрăнчин, кăнтăрла вăрăнчин, хĕш(= хăш) сехетре вăрăннă, çав сехетре уçăлса тухса кайтăр çак ача çинчен. (Наговор от «хирĕç вăрăнни»). || Шляться. Пшкрт. Ста с’ы̆ва п̚анџа вы̆ры̆нза с’ӧрӓдэ̆н? Где ты у чорта шляешься?

вăрман

(вы̆рман), лес. Макка 67. Вăл ялти вăрмансем: хурăнлăх вăрманĕ, хырлăх вăрманĕ. N. Вăрман касакан çĕрте торпас ӳкмесĕрех çок (напр., война не бывает без потерь. Послов.). Хурамол. Тĕлĕккре (так!) вăрман кассан, çын вилет, тет. Если во сне будешь рубить лес, то, говорят, это к покойнику. Альш. Вăрман — свежий, растущий лес; йывăç — сухой, рубленый лес. Юрк. Вăрман çийĕ кăвак пулсан, уяр пулат. Тоскаево. Вăрман хĕрринчи курăннă, сăмса айĕнчер курăнман, теççĕ. (Постов.). Юрк. † Пирĕн ял витĕр вăрман çулĕ. Через нашу деревню лежит дорога в лес. N. † Кайăк каçман çырмаран эпир каççа килтĕмĕр, упа тухман вăрмантан эпир тухса килтĕмĕр. Çав вăрманта хурăнлăх, вуникĕ хурăн пĕр тĕпрен: тăрринчен милкĕлĕх чĕреççĕ, тĕпĕнчен хăйăлăх çураççĕ. Çав хурăнлăхра шĕшкĕлĕх, вуникĕ шĕшкĕ пĕр тĕпрен: тăрринчен мăйăр татаççĕ, тĕпĕнчен çатан аваççĕ. Собр. Сĕм вăрмантан çеклĕлĕх тупăс çук. (Лаша хӳри). Ст. Чек. Вăрман калать тет: ман пек хăрччăр, тесе (лес проклинает того, кто его портит). Кильд. † Вăрман-вăрман (по лесам) витĕр çӳрерĕм, пĕр кашăклăх врене тупмарăм. Ау 21. Унтан каяççĕ, тет, вăрмана; вăрман тăррине улăхса лараççĕ, тет. Н. Ч. Çамрăк вăрманлă ту (гора). Эпир çур. çĕр-шыв. 21. Уй тӳпинче, усрав вăрман çумĕнче Ванюшкасси ларать. || Деревья. Юрк. Вăрмансем çинче ӳсекен çимĕçсем. N. Шалт вăрмансем лартса пĕтернĕ (насадили деревьев. Ст. Чек. Хăй, вăрман (йывăç) айне выртса, лашине куçласа тăнă, тет. Альш Вăрман тĕпне чакалама тытăнат, тет (медведь). Зап. ВНО. Вăрмантан вăрăм, курăкран лутра. (Çул.). СТИК. Эпир пахчана вăрман лартрăмăр. Ib. Çак çул икĕ енпе каяк вырăнне вăрман лартса тухнă. Ib. Эпĕ вăрман тăррине хăпарса карăм. («Во всех трех случаях не означает леса, а означает деревья»). || Лес в качестве божества. Чхĕйп. Шывсене, çăлсене, кӳлĕсене, вăрмансене, хĕвеле, уйăха, турра, вут-кăвара, çил-тăвăла. Пихампара, тата ытти тĕрлĕ япалана та нумай асăнса кĕлĕ-тунă.

вăрç

(вы̆рс’), драться, воевать, сражаться. Бгтр. Чăхсам пĕр май вăрçсан, хăна килет, теççĕ. Если курицы постоянно дерутся, то, говорят, придет гость. N. Сан пирки вăсем вăрççа та илчĕç. Они из-за тебя даже подрались. N. Ялĕсенче пурнаканнисем, вăрçакан çĕртисем (там, где воюют), тухса тараççĕ. Истор. Вăл тĕлте вырăссем тутарсемпе тем пек хытă вăрçса илнĕ (сразились). Ib. Василий хăй те ăна хирĕç виçĕ хут кайнă, анчах пĕриче те вăрçсах вăрçман. Ib. Хăйсем те пĕр-пĕринпе ĕлĕкхи пек вăрçса, чаркăшса пурăнман (они). || Бранить, браниться; ругать. К.-Кушки. Вĕсем кӳршипе ялан вăрççа пурăнаççĕ. Ib. Мĕшĕн эсĕ мана вăрçатăн? || Капризничать, сердиться (о грудном ребенке). N. Ача вăрççа выртать. Ребенок лежит и «бранится»). || Биться (над чем-либо трудным). Якейк. Çак сатач çинче вăрççĕр-вăрççĕр(= вăрçрĕ-вăрçрĕ), ним те тохмарĕ. Бился, бился над задачей, но у него ничего не вышло.

Ел кӳлли

(к̚ ’ӳл’л’и), то же, что Ел-кӳл хыçă пусси. Шевле. Тата Ел кӳллине пама путек илеç. Елкӳлли пирĕн патăртан хĕвел-анăç енче, çавăнпа о енчен çăмăр тохсан, Ел кӳллинчен тохрĕ, теç. Кĕш чох çав Ел кӳлли енчен пăрлă çăмăр, килсе, пĕтĕм посса ватса каять. Он чох вара: Ел кулли çиленнĕ, теç. Ел кӳлли ан çилентĕр, тесе, ăна путек параç. Ел-кӳлли çăмара пилне панă çод тырă пит аван полать, теç. Аттик. Пирĕн ялтан кăнтăрлапа хĕвел-анăçĕ хушшинче пĕр Ел кӳлли ятлă кӳлĕ пур. Пирĕн таврари чăвашсем çав кӳлерен çăмăр тухать, тата пăр çăвас пулсан та çавăнтан тухса çăвать, теççĕ. Çак кӳлле авалхи çынсем кашни çулах: тырă-пулă лайăх пултăр, тырă аксассăн, тырă çăмри кăларса ятăр, çĕр çăмăрсăр типсе, хăрса ан кайтăр, тырра-пулла пăр ан çаптăр, тесе, шур ĕне панă, тет. Янтик. Ел-кӳлли çынна илмес. Шевле. Карчăксĕм халь те: чӳк тунă чох, Ел кӳллинчен çăмăр тохса, тырă лайăх полатьчĕ, чӳк тума пăрахнăранпа пĕррĕ тырă лайăх полмарĕ, тесе, ӳпкелеç çамрăксене. Сред. Юм. Ел кӳлли енчен килекен çăмăр тăвăллă килет. А. Смоленск. Ел кӳлли — бездонное озеро (Цив. у., Норвашского прих.). См. Магн. 90, Макка 61°. Моркар? Ел кӳлли тытнă. Озеро Эль поразило болезнью.

елес-мелес

(эл'эс-мэл’эс), косматый, растрепанный (Шурут-Н.). Несуразный. Имеющий дикий вид; похожий ио виду на сумасшедшего или «тронувшегося». См. илес-милес. Пазух. Ют ялсенĕн ачисем елес-мелес, тур çырлах! Лучше здесь. Елес-мелес пысăкскерсем... тăнă. Ст. Чек. Елес-мелес пысăк = тирпейсĕр пысăк (безобразно большой). Н. Карм. Елес-мелес = илемсĕр. Елес-мелес хăтланса çӳрет (гов., когда человек смешно оденется в какую-нибудь рвань). См. акăш-макăш. Лучше здесь. Çак çын умĕнчех тата темĕн чухлĕ шуйттан, хăрушă, елес-мелес пысăкскерсем, ăна халĕ пăчăртаса пăрахас пек... шăлĕсене шатăртаттарса тăнă. СТИК. Ах тар (åх тåр), ку анчăк ытла елес-мелес-ĕçке! (о большой и лохматой собаке. IЬ. Мĕн елес-мелес çĕлĕк тăхăнса ятăн? (о большой и некрасивой шапке). IЬ. Ах тар (åх тåр), ку çын елес-мелес-ĕçке! (огромный, неуклюжий человек). || Огромный. Городище.

Елхерей йĕрĕхĕ

назв. йĕрĕх. Н. Седяк. Çак Елхерей йĕрĕхĕ пирĕн ялта пĕр вырăнта анчах, теççĕ. Елхерей йĕрĕхĕ темиçе пая уйăрлать: тӳр-кĕлли, пирлĕ-кĕлĕ... Елхерей йĕрĕхĕ пур вырăнта ĕлĕк Елхерей ятлă çын пурăннă пулĕ, теççĕ.

эмелле

(эмэл'л’э), устроить; найти способ; лечить. N. Епле май килнĕ пек эмеллесе... М. Сунчел. Çынсем тем тĕрлĕ эмеллеччĕç те çапах вилеччĕçĕ (во время эпидемии). IЬ. Ку эмелпе те çынсем вилесси чарăнмарĕ (после прохода через земляные ворота). Чăвашсем. 2. Ача кӳпчĕкне кайса хурсан, эпи-карчăк пӳртре ача çуралнă чĕлхе эмеллет (прозносит). Ст. Чек. Ăна эмеллерĕç-ха. Его лечили. Кореньков. Олт-çич куçлăх (очки) топать те, пăсăк куçне эмеллет. Трехбалт. Земствă апчекĕнче йĕркелĕ им çам та çук. Кăрчанкă маçĕ, ешĕл-сенкер, тата ытти чурт-чураман — юрать çав çуккăр-пуккăр воччаксене эмеллеме. Аттик. Мĕн панипе тепĕр çак вăхăтчен эмеллесе (обходитесь) пурăнăр. Пиртен урăх ан кĕтĕр. (Çураçма; обращение къ мертвецам). Альш. Темĕн тĕрлĕ эмеллесен те, чĕртеймĕн (лечить наговорами). Ст. Чек. Çак ĕçе мĕнле те пулин эмеллес пулать (устроить). Ст. Чек. Урапана эмеллерĕм-ха, чирлĕччĕ (т.-е. поправил; шутка).

епи-карчăк

повитуха. Чăвашсем. Чăвашсенĕн, ача çуралсан, шыва кӳртичченех, епи-карчăксемпе ачана ят хураçсĕ. Требн. 514. Çуралнă ачана саккăрмĕш кунне епи-карчăк чиркӳ умне илсе пырса, тытса тăрать. Ст. Шайм. Тупнă чух, çак епи карчакне илсе тавăрнас. То же слово в Сред. Юм. См. Магн. М. 183.

эрешмен карти

(к̚арϱиы), паутина. Завражн. Мачча çомĕнче алăпа туман ала пор. (Эрешмен карти). Альш. Эрешмен карти вĕçсен, уяар пулать. тет. Изанк. Тетен, салтака кайтăр вăл, тесе, пуç çаврăнакан пулнă пулĕ. Хăçан та хăçан эрешмен тинĕс урлă эрешмен карти çавăрса, карти тăрăх виç-тăват хутчен каялла-майла хутлатăр та, тин вĕсенĕн пуç çавăрни çак ачана çиттĕр. (Из «Тĕп-саканче пăт чӳклени). Сред. Юм. Мĕн эрешмен кăрти пек каркаланса çӳрен? (говорят тому, кто ходит в изодранной одежде, однако не взрослым).

эсрейĕл

то же, что эсрейлĕ. Изамб. Т. 77. Çын вилнĕ чухне кăмака çинчен сӳсмен витĕр пăхсассăн, чунне илме килнĕ Есрейĕл, шуйттан курăнаççĕ, тет, анчах çак вилнине сӳсмен витĕр пăхакан çав вилнĕ çын хыççăнах вилет, тет.

эсрел

(эсрэл), дух смерти. КАХ. Эсрел, çын патне пыма тапратсан, çынна катаранах (ещё издали) темĕнле хăратса пăрахать, теççĕ (наводит ужас). Н. Шинкус. Т. Çак çĕр çинчи эсреле çичĕ çăралă тимĕр тупăха хупса, кăвак тинĕс тĕпне янă; хăçан çав эсрелĕ тупăхĕнчен тухса килĕ, çавăн чухне тин çак çурт вырăнче, вĕлтĕрен пусса, çĕлен кăшкăртăр. (Из заклинания). Слепой. Сана Эсрел шыраса çӳрет полĕ. — Эсрел хăççан пусать-ши сана! тет. — Сана Эсрел пуçтăр! (Брань). Никит. Ах, Эсрел ĕнсерен те кăна! тесе шукăшларĕç. || Бранное обзывание (наименование). Хĕвел № 1. Пĕрне телей лексессĕн, каллах ырă сунмасть: ах эсрел... пĕтмешкĕнччĕ ăна! тет. Сĕт-к. Есрел — ругань. То же и в Тороп-к. Ядр. † Ах эсрел карчăксем! Шăтарас пек пăхаççĕ вилнĕ шапа куçĕпе! Ах эти Азранловы (чортовы) старухи! как они смотрят — точно хотят пронзить своими глазами, подобными глазам дохлой лягушки! || СПВВ МС. написано: Эсрел, çăхан — ворон. См. еще Магн. М. 112. || Эсрел арăмĕ см. Магн. М. 141.

-ех

(-эх'), афф. ограничения, усиления или отождествления; тоже, что -ах. Орау. Ăна эпĕ пыричченех (еще до моего прихода) велернĕччĕ. IЬ. Ăна эпĕ киличченех çĕмĕрнĕччĕ. IЬ. Вăл эпĕ килнĕ чухне те çĕмĕрĕкех выртаччĕ. Орау. Пыл темскерех мар-çке (не Бог знает что), ан вăрçăр, пурне те çитĕ. Орау. Путлĕн мĕн чухлех панине пĕлместĕп. Не знаю толком, сколько именно дали. Орау. Мĕнпех (чем именно) çапнă-ши вăл ăна? — пĕлесчĕ. Здесь «-ех» указывает на сильное желание узнать. Орау. Лашине çĕр тенкĕ панă, тет. — Тем, ун чухлех (так много) янă-ши вара. Орау. Ĕçĕ мĕскерле пулнă-ши? — Мĕскерлех (как именно) пулнине пĕлместĕп. IЬ. Паяррăн мĕллех пулнине пĕлместĕп. Не знаю точно, как именно это произошло. IЬ. Кулине пуян ывăлне кайнă та, такăшех пулнă: пуçне каçăртса иртсе карĕ, çавăрнса та пăхмарĕ. IЬ. Ку стаккан ĕнерех çĕмĕрлнĕччĕ. IЬ. Тутарла калаçнине ăнлас пулсан (чтобы понимать), тутарла пĕлесех пулать çав (надо непременно знать). Кумарка. Ялта пĕчĕкрех ачасем кунĕпех çыма кĕмесĕр выляса чупса çӳреççĕ. Сред. Юм. Элекçеех (не кто иной, как А.) пĕтерчĕ мана; вăл полман полсассăн, эп аванах порăнаттăм... Тата çынсем те пит пôтарчĕç. Истор. (№ 37). Вăл: поляксене çĕнтернĕ пекех вырăссене те çăмăл çĕнтерĕп, тесе шухăшланă. Истор. (№ 37). Наполеон: тинех (вот теперь-то) вăрçатпăр ĕнтĕ, тесе, темĕн пек хĕпĕртенĕ. М. Тюм. Çимĕк кунне ирех (совсем рано) ваттисем чиркĕве кайса пĕтеççĕ. Илебар. Халăх сурать — кӳл тăвать, пĕр çын сурать — типсех пырать. Цив. Вăл, эпир лашасене тытма пуçличченех, пĕр лашине тытса, тепĕрне тытăнкĕ. Сюг.-Яуш. Вăл ырă этемех-ши? Вăл этемренех çуралнă-ши? IЬ. Хваттир инçе мар пулсан, тăлăп кирлех те мар (не очень нужен) пулĕ. Рег. 209. Эп ончченех (до тех самых пор) тăхтам. N. Хапхаран кĕрсессĕнех (как только вошел), эпĕ лупас айĕнче икĕ çын хăма саваласа тăнине куртăм. Собр. 265°. Эсех (только ты или: уж ты)... пуян, çăварна каран та ларан. (Укçа хутаççи). Орау. Вăлне вăлах та (он-то положительно он), урăх никам та мар та, ахал, каламаçть. IЬ. Эсне эсех-çке (ты-то, разумеется, положительно ты) те, тулĕк ахаль, каламастăн. N. Пулă çавăн пекех кĕрет. Н. Полорусс. Эп вырăн тупичченех (до тех самых пор, пока) кунта пурăнан. IЬ. Эп, вырăн тупиччен, кунтах (здесь же, все здесь) пурăнан (буду жить). Орау. Темех (невесть что) ĕçтерсе çитармаççĕ пуль-ха вăсам та. IЬ. Темех курнă вăсене, вĕсем умĕнчен каймасăр, унтах ташласа тăрать. Не знаю, почему они уж очень ему дороги (милы) — расстаться не может, все перед ними кривляется («пляшет»). Орау. Хăшех (кто именно) капла вăрттăн нӳхрепĕн-масарăн сĕтĕрĕнсе çӳрет-ши? Урине çапса хуçăттăм мура — сĕт хăймине çиса тухнă. Здесь «-ех» указыв. на страстное желание узнать вора. Орау. Пĕлмессе пĕлместĕнех (действительво не знаешь) пулмалла, çав ахаль, сăмах çукран сăмах калаççа ларан. N. Халĕ кунта Варшаври пекех хĕнех мар (не очень трудно). Скотолеч. 31. Çак чирех, именно эту болезнь. Дик. Леб. 46. Акă патша Елиса çывăракан пӳлĕм çумĕнчиех пĕр пĕчĕкçĕ пӳлĕмĕн алăкне уçса ярать. Цив. Пирĕнтен инçех мар (не очень далеко), тăватă çухрăмра, пĕр чăваш ячĕ пур, Тенел. Курм. Юр айĕнчен тухнă кальчасем, курăксем хĕвел ăшшипе симĕсленех (постененно все) пыраççĕ. Изамб. Т. Исампалĕнче мĕн пурĕ хĕрĕхех (только сорок) кил. Ходары. Хутте вăлсемшĕн пулсан çурхи шыв тапраннă пултăр, çаплах, аеанланкаласа мĕнле те пулин пĕр вуншар хула та пулин касса килеççĕ, килеççех (все-таки срубят и принесут, для совершения обряда «вирĕм»). Ч. С. Ку асатте хăçан (когда же) вилех, выляма та ирĕк памасть. Бес. о земл. Ĕçе — вĕренемех! (ненременно выучусь) тесен, çын вĕренет. N. Урăх вара нимĕн ĕçех те çук. Никакой другой особенной работы нет. Нимех те çук унта. Там ничего особенного нет. Сред. Юм. Мĕнех кирлĕ пôлчĕ-ши сана! Что тебе было надо! (гов. человеку, некстати сделавшему что-нибудь). Шурăм. № 6. Итлесех тăрас килет. Так и хочется слушать. Яланах: пăртак тăрам-ха, тăрам, тесех (всё откладывал и...), вăхăта ку таранччен ирттерсе ятăм. Рег. 1360. Вăл тытĕ тытех (непременно). Йоман ытти явăçран çирĕп-çирĕпех (положительно крепче). Рег. 236. Ĕçлекенех никам та çок халь конта («-ех» здесь только смягчает выражение; по мнению других, его след. перевести с.товом «особенно»). N. Урăх паллă ятлă çырмасемех çук. Других особенио известных оврагов нет. (По мнению Н. И. Полоруссова, «-ех» здесь только смягчает выражение). Орау. Еплех хăтланнине (или епле хăтланнинех) куримарăм çав, айăн-çийăн çавăрнса пĕтрĕç те. Рег. 1344. Он пусăкăшех çок конта. Совсем равных ему по величине здесь нет. Рег. 1357. Турĕ-турех (все-таки). Тумарĕ-тумарех. Правильность этих оборотов подтверждает и Н. И. Подоруссов. Рег. 1338. Çимĕкренпех (е самого семика) сумар выртать. Çомăр хыççăнах (тотчас после дождя) кайрĕ. Рег. 235. Илтсенех (илтсеснех) каларăм. Календ. 1910. Ăслă француз «Ити» шутласа илнĕ те, пĕр кĕске çиçĕмех 17 çухрăм тухнă.

ехехе

(эh’эh’э), а, вон как! Пĕр çын мунча хыçне тула тухнă. Ăна мăк кансĕрленĕ. Ех-хе-хе! (так написано) Качакана калам-ха! Качака, çак мăка çи, тенĕ.

ывăл-çурри

(-с̚уϱϱиы), пасынок. Н. Карм. и мя. др. Чăвйп. Çак ывăл-çурри, этот пасынок.

ылттăн çулçи

(с'ул'си) куракĕ, назв. раст., прикладываемого при наружных болезнях (сурана çыпăçтараççĕ). Альш. † Çак тăвансене суйларăмăр ылттăн çулçи ӳснĕ пахчаран (м. б., здесь надо понимать это выраж. в букв. см.?).

ырă

(ыры̆), добрый, хороший, превосходный, отличный; здоровый; милый. Почтенный. Святой. Ист. 65. Çын, ырра курсан, ырă чап сарать, усала курсан, усал чап сарать. Псалт. ЗЗ9. Астивсе пăхăр, Турă ыррине курăр. Тороп-к. Пăть-пăлтĕк потене, ыр çарана йоратать. Альш. Ырă ут çине ларакан ырман, тет; çĕнĕ кĕрĕк тăхăнан шăнман, тет. Пазух. Ыр ут утланакан та, ай, ырман, тет; ыр тумтир тăхăнакан та, ай, шăнман, тет. Юрк. † Ырă ут çине ларакан ырман. Юрк. Ытла ырă пулĕччĕ, ун вырăнне Магницкие кӳртсе лартсан. Янг. К. Мана сĕт ырă мар, мне молоко не идет (сказал человек, которого прошиб понос). Сĕт-к. Ыр ят (добрую славу) сарса çӳрет. † Йĕри-тавра йыснисем! Хаяр сонсах ан ярăр, ыр кон-çолне халалăр. (= халаллăр). N. Сан ырă (почтенное) çыруна иккĕ [илтĕм]. Юрк. Ку тĕрлĕ аслă пăраçникре те çынна ырă сăмах кала пĕлмеççĕ. Юрк. Епле хăйсем пуйни çинчен тĕрлĕ ырă хыпарсем сарма тăрăшаççĕ. N. Турă ăна (ей) вилсессĕн те, ырă вырăн патăр, çутă çĕре кӳртсе вырнаçтартăр, тет. † Ырă шĕшкĕ пек тантăшсем пурччĕ, ырă хулă пек ямăксем пурччĕ, — тăрса юлчĕç, ай, курăнать! Полт. 56. Ырă сехет çывхарать. Полт. 50. Ачашлакан ыр куçа астумасăр вăл ларать. † Çак хăта-тăхлачă ыр пулсассăн, пире килме-кайма пит лайăх. Эльборус. Хăш енчен шăршласа пăхан, çав енчен тĕрлĕ ырă шăрш килет. † Ах, хĕрес аннеçĕм, аттеçĕм, хаяр сонсах ан ярăр, ыр халапне парса ярăр! (т.-е. пожелайте добра, благословите). N. Святой апостол Павел çирнă ырă кĕнеке çинче. N. Арăмĕ каланă: веç санăн ырă апу ылтăн тарилккене çапса çĕмĕрчĕ и çитерекен лашана чиксе вĕлерчĕ, тенĕ. Собр. З82°. Ялтан яла шыраса ялăн ыри (лучшие из деревень) кунта-мĕн; хĕртен хĕре шыраса хĕрĕн ыри (надо: ырри?) кунта-мĕн. Ала, 7. Ну, ăвăлăм, эсĕ манăн сăмаха итлесессĕн, ырă тăнлă çын пулăн. Чăвйп. Эпĕ ырра хирĕç ырă, усала хирĕç усал, тенĕ. Сказк. и пред. 18. Сывлăш ырă ыйхинчен вăранма та пуçларĕ. N. Ырă сывлăш, кисе, туртса кăларинччĕ, тесе калать, тет. N. Ырри çухатнă, усалли кӳнĕ теççĕ. (Послов.). Чхйп. Кĕтӳç хăй кĕтӳне вăй çитнĕ таран ырă пăхсан, кĕтӳри выльăхсам та ырă, аван, мăнтăр юлаççĕ. Никит. † Курăк ыри — çырла çеçки (лучшая из трав — ягодный куст), çырли ларать хĕп-хĕрлĕ. Ст. Ганьк. Ырă сехет тĕлне ту. Fac, ut faustam jffendamus hôram, h. e., ut ôppôrtunum tempus nanciscamur. Якей. Хĕрĕн ырри конта-мĕн. Оказывается, лучшие девицы — здесь. Юрк. † Усал çумне выртаччен ырă (так напис.) ури вĕçне вырт. † Ĕçкĕ ĕçме лайăх ырă куç. Ватта ырра хур. Старого уважай. Бюрг. Кун кунлама патăр, çĕр çĕрлеме патăр; каçхине каçах пултăр, ирхине ырах пултăр. (Из обр. «тĕтĕрни»; Сала 345°). Сред. Юм. Кĕçĕллĕ çынна мунчара çапăннă чôхне ыррăн туянать (бывает приятно). N. Эпĕ халĕ турă пулăшнипе ырă-сывă пурăнатăп. (Из письма). † Усал çумне выртиччен ыррăн ури вĕçне вырт. Чем ложиться рядом с злым, лучше лечь в ногах у доброго. Альш. Атте-анне килĕнче мĕскер пур? — Ырă улпутран ырă тетем пур, ырă (почтенная) пикерен ырă инкем пур. Ырă вут ами, почтенная мать огня. См. Ашапатман. Т., VI, 22. Б. Бур. † Пули-пулми çынпала çула ан тух, ырă (почтенный) улпут пек пуçна çухатма. Сикт. Пӳртре пурте: ырă чӳккелĕ хапăл илтĕр; чӳк çырлах! тесе, пурте, ӳксе, пуççапаççĕ. IЬ. Ун хыççăн пурте: ырă чӳк-кĕлĕ пӳлĕхçĕ, хапăл ил! тесе, ӳксе, пуççапаççĕ. IЬ. Ырă чӳк-кĕлĕ хапăл ил, тытнă-тунине çырлах, тет те, вара ачасене çиме хушать. Магн. 1. Ырă киремет. IЬ. Туйеккинче хурăн çырли; татрăмăр та çирăмăр, ырă хурăнташшенчен уйăрăлтăмăр. (Из солд. песни). † Ырă Мускав пек ялăм пур, ялăм çинчен куç каймаçть. Л. Кошки. Пĕлни пур, пĕлменни пур: ырă чӳк-кĕлĕ, хуш курса, хапăл ил! (Из моленья). СПВВ. Ырă пӳлĕх. Альш. Ах, тантăшçăм Люпун! — çын-çын урлă курăнать! çын-çын урлă курăнсан та, ырă пикенĕн курăнан. Альш.? ЬIрă кĕллĕм вырăнаçтăр. Да будет принята моя чистая молитва. Ой-к. † Çыр хĕринче çĕр çырли; татрăмăр та çирăмăр, ыр çĕр-шывран уйăрлтăмăр (расстались с святою родиною). || Ырă скорее указывает на нравственные свойства или на высокие качества, лежащие в самой природе предмета; аван и лайăх этого оттенка не имеют. Срв. «ырă кăмăлăм», но: «лайăх чĕлхе-çăварăм». || Добро. Макка, 10°. Вăрçă хушшине ырă кĕмес. (Послов.). Ырра курсан, ырă пулать; усала курсан, усал пулать, теççĕ. (Послов.). Ырă тунине манакан çын — неблагодарный. Усал-тĕсел тулалла, ырри шалалла. Так произносят, когда поят больного наговоренною водою, совершая «ăш ыратсан, вĕрекен кĕле». N. Пирĕн тутарсемпе, тухса, çапăçнинчен ырри пулас çук ĕнтĕ. 1. Самое лучшее для нас, это — вступить в битву с татарами. 2. От нашей битвы с татарами положительно не будет добра. Ч. С. Çын, ырра курсан, ырă пулать, усала курсан, усал пулать, теççĕ ваттисем. Чăвйп. Кĕркка! атя кунтан тарар, кăсем ырă калаçмаççĕ (они говорят недобрые вещи; здесь — сговариваются убить). || Хорошо, по-хорошему. М. Тув. Ати-апай пур çинче ыр ĕçес те ыр çиес. Тогач. Тавай, ати, эреке, ыр ĕçес те ыр çияс. Полт. 49. Ват çын çине юратса ачашласа ыр пăхать (она). Юрк. Ĕнтĕ ырăран ырă калама тытăнать-çке. || Хорошо, что. Ч. С. Анне, ырă, аттене каласа кăтартмарĕ. || Добрый дух, доброе начало в природе, Собр. 137°. Çак тырсене акма вăрлăх кăларнă чух, ырра хирĕç ту усалла тӳртĕн ту. (Из моленья). IЬ. 137. Уя тухăпăр татах ырра хирĕç, усалла тӳртĕн ту. (Из моленья). || Ырă ют, туру ют, песенная вставка, возникшая из «Ыр(ă), эй, ут, тур(ă), эй, ут»? Ч. К. † Çич хӳрелĕ хĕр куртăм, — ырă ют, туру ют! — пилĕк çыххи пилĕк сум! Анат-касси хĕрĕсем ултă хĕрĕ пĕр укçа. || Ырă пурăнăçлă, благочестивый. См. 2. ырă.

ырă кур

быть счастливым. Наслаждаться. Пользоваться. Сĕт-к. Ĕçрĕм — ыр кортăм, хĕр кортăм. БАБ. Сирĕн патăртан ĕнтĕ пăрахсах таратпăр (убегаем): ырă курăр ĕнтĕ. (Слова киреметей, обратившихся в бегство). N. Эпĕр ун патĕнче нумай ырă курнă-çке (часто угощал нас, хорошо принимал и пр.). Сĕт-к. Эпĕ илес хĕрсене ыр çын улĕ, исе, ыр кортăр, ыр кортăр та шар кортăр, ачи-пăча шар кортар. (В более старом варианте, слышанном мною в Курм. у. больше сорока лет назад, говорилось только: «Эпĕр илес хĕрсене ыр çын исе ыр кортăр»). К. С. Çак палуммипе (= пан-улмипе) кам ырă курать-ши? Кто воспользуется и насладится этим яблоком? Пшкрт. Халы̆ вы̆л сэ̆рβэ ыры̆ корачы̆ Очы̆кас сиызэм. Теперь тою землею владеют Оточевцы. О заступл. 14. Хура халăх та патша ĕçкĕ-çикинчен ырă курнă.

ырă сун

желать добра, иметь добрые желания. И. П. Т. Мĕн вăй çитнĕ таран сана ырă сунса паратпăр, пирĕн çак панă парнене хапăл туса ил. (Уйчӳкĕ). СПВВ. ИФ. Япала парсан-тусан, ырă сунаççĕ. Ырă япала парсан, ырă сунаççĕ; усал япала парсан, хаяр сунаççĕ. Çĕнĕ инке илсен, илекеннисем: ах, Турă, тепле ĕнтĕ пулат, теççĕ. Хĕр паракансем: ырă сунсан, ырă пулĕ; хайăр сунсан хаяр пулĕ, теççĕ. N. Ырă сунса, çыру ятăм (о поздравительном письме). Юрк. Темĕн тĕрлĕ ырă сунат. Желает всяческого добра, т.-е. призывает (на него) благословение Божие и пр. Сĕт-к. Мана ыр сонакан при та çок. N. Ăна килти çемйисем анчах хываççĕ, хăш чух ырă сунан ăратнисем те пыркалаççĕ.

ытла

(ытла; в Якей. произносят итла), лишвий. С. Мокш. Çак пӳртре мĕн ытла? (Çӳпĕ ытла). Что в этой избе лишнее? — Сор. (Заг.). С. Тим. Ах, аттеçĕм, аттеçĕм! хĕр ĕмĕрне пурăнтăм, ытла сăмах пулчĕ пуль, — каçар ĕнтĕ çаккăнта! (Хĕр йĕрри). Якей. Мăкăнь чечек хĕрлĕ чечек, хăшĕ шопка вăл ытла (лишний), — эпĕр хамăр çанашкал. Ст. Чек. Çавра кӳл варринче тĕм тупăлха — хăшĕ-ех те шупкка, çав ытла; эпĕр виççĕн-тăваттăн пĕр тăван — хăшăмăр телейсĕр, çав ытла. Ч. Й. Аттеçĕм те аннеçĕм! Ху çуратнă чунă (ваше дитя) хăшĕ ытла? Хăшĕ телейсĕр çав ытла (лишнее). N. Ытла пулсан, ура айне тăвăр. Если лишнее, бросьте нод ноги (растопчите). Сред. Юм. Ытла сăмаха хамăртан, ачасĕнчен, атте-аннерен полсан та, Тôр каçартăр. (Произносят во время молитвы). Т. VI. 1. Ытла чĕлхерен.... сыхла. Спаси нас от излишних речей (т.-е. от нашей собственной болтливости. Моленье). Бижб. Эпир иккĕн-виççĕн пĕр тăван, хăшĕ телейсĕр, вăл ытла. Альш. Çеçен хиртен мĕн ытла? — Шур тăрăлă чечек ытла (лишний). Атте-аннерен мĕн ытла? — Пĕве çитнĕ хĕр ытла (дишнйя). (Хĕр йĕрри). † Çеçен хирте мĕн ытла? — шур тăрăлă чечек ытла, атте килĕнче мĕн ытла?, — пĕве çитĕннĕ хĕр ытла. † Ушкăн-ушкăн тупăлха, — хăшĕ шупка вăл ытла; эпĕр иккĕн-виççĕн пĕр тăван, хăшĕ телейсĕр, вăл ытла. † Атте-аннерен мĕн ытла, ман çамрăк пуç — çав ытла. || Слишком. Особенно. Якей. Вăл ытла начарах та мар, теççĕ. Он не слишком беден. Рег. 1414. Ытла эсĕ мохтаватăн. Старак. Эс ытла та-çке! Ты уж слишком! (т.-е, допускаешь лишнее, хватаешь через край, вольничаешь). Собр. 327. Çынна ытла ан кала: Турă парсан, ар пулĕ. Не хай человека: он, бог даст, выростет мужем (т.-е. настоящим мужчиною, как надо быть). Собр. 315. Çынна ытла ан кала, хăна лекĕ. (Посл.). Орау. Ытла тем-те-пĕр хăтланать. Выдедывает весьма разные безобразн. вещи. Старак. Эс ытла та чĕре (ч’э̆рэ) кĕрсе каятăн-çке! Ты ищешь повода к ссоре. Старак. Ста каççа кас (каяс), ытла шыв, ора йĕпенет! Как тут перейти, уж очень много воды, промочишь ноги! Сборн. † Йывăçран тӳмме касса тума, эпир ытла платник мар (мы не настоящие мастера). IЬ. Ытла! Нет, брат, дудки! (больно ты хитёр, меня не заманишь!). † Хăр саврăр та, хăр кайрăр — ытла пулчим сарă ача? Объясняют так: «разве очень по вкусу пришелся (или: люб пришелся) русый парень?» N. Çульçă вăйлă çунатчĕ, эпир вара ытлах та (особенно) хĕпĕртетпĕр. || Излишествующий. Н. Леб. Йăнăш пултăм чĕлхерен, ытла пултăм куркаран. Я стал ошибаться в речах, я перехватил лишнего в ковшичках. II Больше. ДФФ. Пилĕк килтен ытла мар. Не более пяти домов. IЬ. Çур ял ытла. Больше половины деревни. IЬ. Ĕçкĕ тусан, пирĕн пата хĕрĕхшер мăшăр ытла хăна пыраччĕ. Рег. 1415. Вăл пире контан ытла (больше этого) ĕçлеме (тума) каламарĕ. Собр. 306°. Ылттăнăм çук, кĕмĕлĕм çук, сиртен ытла савнă çыннăм çук (нет человека, более любимого, чем вы). Изамб. Т. унăн куçĕ ĕне жуçĕнчен ытла мар (не больше). О сохр. зд. 54. Вир кĕрпи ытти кĕрпесенчен начартарах; çавăнпа ăна пăтăран ытла яшка çине яраççĕ (больше в похлебку, чем в кашу). Завражн. Воннă çиччĕрен виççĕ ытла. Десять больше семи на три. Юрк. Вăл вилсен, панккăра унăн çĕр пин ытла укçи юлнă (больше ста тысяч рублей). Орау. Çавăн чухнехинчен ытла. Больше, чем тогда. Ядр. Хунар ăшĕнче çуртаран та ытла çутатса тăрать, тет. Орау. Унта пĕр пилĕк çухрăм ытла пулĕ-ха. Наверное, туда больше пяти верст. Аттик. Учӳк чухне пĕр çур ял та ытла каять пулĕ, ӳчӳк çиме. Юрк. Вăйлă туйра вунăшар тăрантас та ытла пулать. N. Пирĕн ял пуçланни ĕнтĕ виçĕ çĕр çул та ытларах, теççĕ (побольше, чем триста лет). Пирĕн ял пуçланни икçĕр çул ытларах, тесе калаççĕ ваттисем. Стеф. Пиртен пĕр пилĕк çĕр çул ытларах ĕлĕк. Хып. 06, № 28. Сăмахпа пурне те тăваççĕ, ĕç тăва пкçласан вĕсем ытларах хăйсем çинчен тăрăшĕç. || Лучше, дороже, труднее Ман кунтан ытла (лучше этого) сăмахăм çук; çитмен пулсан, çитерĕр (добавьте), ытла (лишнее) пулсан, каçарăр (простите). Тимĕрçен. Вуниккĕн те явнă чĕн пушă-аври патĕнчи чĕнĕ, çав(ă) ытла. Пирĕл атте-анненĕн мĕн ытла? Вунçиччĕри хĕрĕ, çав(ă) ытла (лучше, дороже всего). Д. Бюрганский. Пире вăл та темĕнтен ытла. Для нас и это весьма дорого (важно и пр.). Алешк. Сапл. Кĕске утăсене çуласси, çулассинчен ытла (труднее) пухасси; хамăр тăвансене курасси, курассинчен ытла (дороже) калаçасси. Альш. Атте-аннерен мĕн ытла (дороже)? Пĕве çитнĕ хĕр ытла. || Ытла! Не может быть! КС., Курм. и др. || Очень, весьма, совсем. Юрк. Эсĕ, чăнах, пĕр-ик хут вуласан, ытла аванах вулăн (будешь читать совсем хорошо). Ист. 153. Ытла аван пурăнананскер пĕр чирлемесĕр-тумасăр вилнĕ. || Иногда, повидимому, употребл. вместо «ыт», в смысле: если вдруг... Качал. Хĕре калать Йăван: пыйтă пăх-ха, тит; ытла çывăрса кайсан, сылтăм ураран атă хывса виççĕ чыш (тит).

ытар

(ыдар), найти в себе достаточно сил и решимости, чтобы отказаться от увлечения, обладания или наслаждения предметом. Ольга. Вара вăл, ăна ытараймасăр, хăй валли качча илнĕ. N. Хĕри-пăраç çине (на девиц) ытараймасăр пăхса ан тăр. Хурачка. Ытармалла мар чипер, обворожительно красивый. N. Ах, аттеçĕм, аттеçĕм! Хура халăх кӳртетĕп (надо: кӳртетне), картишне тултаратна? Хĕрме, ытарăпин, ытарăн, кăна ытараймăн, терĕн пуль. Тур урхамах кӳртетне, картишне тултаратна? Ах, аттеçĕм, аттеçĕм! Хĕрме, ытарăпин, ытарăп, кăна ытараймăн, терĕн пуль. (Из «хĕр йĕрри»). N. Çавăрма çук сылтăм аллăма, ытарма çук савнă тусăма. (Из «хĕр йĕрри»). Буинск. Улăхранта улпут, аЙ, тухаймасть, улăх улмисене ытара (надо: ытарса). Ч. Й. Çак тăвансем кунта килсен, ытарса яраймасăрах, каç турăм. Собр. 31. Çын кăмăлне ытараймасан, хăйне явăр пулнă, теççĕ. N. † Ылттăн укçа памасан, ытармастпăр аппана. Альш. Иç килмĕттĕм çак киле, хамăр тăван йыхăрать, ытараймăн (надо: ытараймăп?) тăван кăмăлне. Ах, аттеçĕм, аннеçĕм! Хура халăх кӳртетни, карту ăшне тултаратни? Хĕрне: ытарăпин, ытарăп, кăна ытараймăп, терĕн пуль. (Хĕр йĕрри). Шемшер. † Порохотпа порохот хирĕç полсан, ытарими-ытарими кăçкăраççĕ; тӳр хĕрĕпе тӳр ачи хирĕç полсан, ытарими-ытарими поплеççĕ. Дик. леб. 48. Патшанăн ытарма çук илемлĕ пӳлĕмĕсенчен Елисана чĕрĕ (siс!) çĕр пӳрте кайса хупнă. Юрк. Кăмăлне килнисене, ытараймасăр, пĕр-ик хут та вуласа пăхнă. † Ытарайми тăвансенчен епле ытарса каям-ши? Ст. Дув † Тăванăм, тăванăм, тав сана, епле ытарам эп сана? Кубня. † Ик аллăмра икĕ кĕмĕл çерĕ, кăшне кăна ытарса кăшне хывам-ши? Ялта-кăна икĕ савнă тантăш пур, кăшне ытарса, кăшне каям-ши? Чур.-к. Ах, вăрман, сĕм вăрман! ытармалла мар сана, пытармалла сан мана. Сред. Юм. Ытла пит ытарайми (обворожительная) хĕр те мар-çке çав — аптратнă çавна илесшĕн! Юрк. Вĕсене курсан, хам та, алăри ача пек, темĕн тĕрлĕ савăнса, ытараймасăр, тăраниччен калаçаттăм. Ст. Чек. Ытарма çук аван! «До беспредельности хорошо!». Сир. 82. Эпир турă ĕçĕсене вут хĕлхемне курнă пек анчах куратпăр, çапах вĕсене пăхса ытарма çук. СПВВ. Х. «Ытарас, ытараймас». Срв. ыт, ытă. Т. М. Матв. Тав сана! — Ытармалла мар сана!

и

(и), долото. В. Олг. Хун (= свое, твое) ина исе кай. IЬ. Çак ия (ие) исе кай. То же слово в Щ. С., Хорачка, Пшкрт. Где-то есть ф. тв. п. ипеле. СПВВ. ТА. И=пĕчĕкçĕ пăра.

ия

(иja), да, etiam (утверд. част.). В. Олг., Ягудар, Яргуньк. || Встречается в одной старинной молитве, записанной для меня Гр. Анчиковым. Повидимому, служит здесь лишь для обозначения паузы. Текст записи приводится без всяких изменений. Туйри кучченеç кĕлли. (Читает туй-пуç арĕмĕ в доме невесты во время кочченеç чӳтени). Эй тур çырлах, мăн тур çырлах, мăн тур амĕш çырлах. Пӳлĕх-çи çырлах, пӳлĕх-çи амĕш çырлах, хĕрт-сорт çырлах, хĕрт-сорт амĕш çырлах. И-я, тăрăр-ха, тăххăрăн пĕр хăма çине тăрса ача-пăча туррине кĕлтăвар, килĕш тăван яван (йăваш?) чунăмпа тархаслар; илт, çырлах. Ул-хĕр çуратакан турă, ул-хĕр варĕнче усра; çурт çуратакан турă, çурт варĕнче усра; мул çуратакан турă, мул варĕнче усра; тырă-пулă çуратакан турă, тырă-пулă варĕнче усра. Хĕвел амĕш, хвелпе пçертсе ан яр; çил амĕш, çилпе типĕтсе ан яр; ту-хĕрĕнчи вак-твек турă, хута кĕр. Пихампар, ху яттуна чар; ыр хĕрт-сорт çырлах. И-я, ыр хăтам та тăхлачăм та пур, и Микки улсам та пур, Татяки та пур. И-я, лаях шăппăрç Якку улсам та пур. И-я, лайăх, çак халь хăта илсе килнĕ сăрана, мăн кушаль кучченеçе ĕççе çима пӳрсе пар. (Унтан, пĕр татăксăрах, çак кĕлле пĕтернĕ çĕре кучченеçе: çӳхӳя, чăкăта хуççа илсе юлашки сумаха — пӳрсе пар тесен, ам, ам тесе çыртса илсе çима пуçлать). Кĕллине каланă Етĕрне (т.-е. Етĕрне) уес., Шăмат вулăсĕнчи Ваçăк-кассинчи Андрей Иванов. 1921 г. 25 апреля.

ийя

(иjjа), да (утверд. част.). Орау. Паян çырлана карăр-и çак эсĕр? — Ийя. То же слово и у К. С.

икĕ

(иг’э̆, игэ̆), два. См. ик, иккĕ. Ставится только в качестве определения. Янгорч. Икĕ турта, две оглобли. Икĕ кайăка хăвалакан пĕр кайăксăр юлнă, тет. (Послов.). Юрк. † Икĕ чĕрелĕ (с двумя сердцами) лашам пур, хĕр вăрлама майĕ пур, тытăç, тесе, чунăм çук. Орау. Кунта эпĕ икĕ вăрăм сăмсаллă çынна пĕлен. Орау. Икĕ иккĕ, две двойки; икĕ пиллĕк, две пятерки. Буинск. Икĕ пус, две копейки на серебро (у других çичĕ пус). Юрк. Чăвашсемшĕн унтан икĕ пуслăх усси те пулмай. Микуш. † Икĕ куçăм тулли ыйхăм пур, — кампа выртса, кампа çыврам-ши? Ст. Чек. Çаппрĕ те, икĕ куçăмран вут сиксе туххрĕ. Ударил, и у меня из глаз искры посыпались. Рег. 651. Икĕ хут, ир «maskôr, reggel». Щ. С. Икĕ сум та вунă пус пĕр укçа, 60 коп. («пĕр укçа» здесь прибавлено по ошибке). IЬ. Икĕ сум та пиллĕк пусран вунă пус пĕр укçа тухать. Альш. Икĕ-виçĕ пус парса илнĕ вĕт ăна (её). Ст. Шайм. Кая-кая хĕрарăм патша икĕ пĕлĕт (scr. пĕлет) хушшине пырать, тет. Собран. 101°. Кăçта каятăн, кăвакал? — Икĕ картана (quid?) каятăп. Икĕ картара мĕскер пур? унта маян ява пур, Собран. 197°. Икĕш икĕ çăккăр чиксе кайнă. Они пошли, взяв каждыă (uterque) по короваю хлеба. Шурăм-п., № аа. Халăх çак икĕ сăмах икĕ тĕрлине пĕлет, ăçта кирлĕ, унта шутлас тет, ăçта хисеплемелле — хисеплес тет. М. Д. Çак старик, арăмĕ вилес, икĕ хут (вторично) авланнă, тет. Щ. С. Икĕ сум вунă пус = 60 коп.

иккен

(иккэн'), от тат. iкäн. См. «Оп. иссл. чув. синт.» I, стр. 544 ., II, стр. 237—339. || Оказывается. Бес. чув. Микулай пит инçех кайман иккен; Керимулла ăна чĕнчĕ те, вăл каллах ун патне пычĕ. С. Шигали. Ц. Эпĕ çаксам килнине куртăм та, часрах, кам иккенисене паллас тесе, пӳрте чупса кĕтĕм. Альш. Вăл мăрса вăл вырăнта кĕлĕ те тăвать иккен (совершал), тата урăх темĕн кирлисене туса тытса тăрать иккен, хăй çыннисемпе. N. Эпĕ чăнах та: курăк пулĕ, тесе; вăл авă мĕне иккен-ха Альш. Вун-икĕ мулкаç çурисем тĕл пултăм; вун-икĕ мулкаç çурисем иртиччен, выртас иккен çулçăн айĕнче. † Хура вăрман витĕр тухнă чух, вун-икĕ мулкач, çури тĕл пултăм, вун-икĕ мулкач çури иртиччен, выртас иккен çулçă айĕнче: çак самана йăвăрне пĕлнĕ пулсан, выртас мĕн анненĕн хивĕнче (=хĕвĕнче). Кошки. † Çакă нушана пĕлнĕ пулсан, выртас иккен анненĕн хĕвĕнче. Хып. 1906, № 29. Вĕсем пит килĕштерсе пурăнаççĕ. Анчах инкек кирек кама та тиркемест иккен! Альш. Шап-шурă юрсем çинче ылттăн тенкĕ пек иккен йĕрĕсем. Изамб. Т. Эпир пăхăрăмăр та, чăнах та хĕвел выляса тухат иккенне куртăмăр (на пасхе). N. Вара эпĕ хай йĕрĕхе (=кузов йĕрĕх'а) пытарнă иккенне пĕтĕм (узнал, что спрятали). Шел. И. 15. Иртет иккен ĕмĕр.... пĕтет кун-çул...

иксĕл

убывание. Ст. Чек. Турă çак çăккăр-тăвартан иксĕл ан тутăр.

илтер

(ил’дэр, ил’дэр), понуд. ф. от гл. «ил». Патша Иосифа илтерсе пыртарнă (велел привести). Ой-к. Алик. Çавна илтерсе килтер. Велы её привестп. Кратк. расск. 28. Пуçĕнчи çӳçне илтерсе янă. Сред. Юм. Илтерем эп сана ӳлмерен ôн пик ôпи-сôпи япаласем!... Вырттарса çапăп! Я тебе дам покупать такую чепуху (дрянь)!... ПопробуЙ-ка еще — разложу и высеку! || В обширном смысле — что-набудь хорошо, ловко делать; напр., хорошо поет — илтерет. В тесном смысле — côire. Сиктерма, Спасск. у. || Бить, лупить. Ну хайхи кайăкра çӳрекен çын çиленчĕ, тет, çак çын патне чупса пычĕ, тет те, пăшал кучĕпе илтерет тет. || Взять путь (о бегущем звере). Пшкрт. Анады̆п Он’исä вар ды̆ры̆к; äп коζиычäнäк, молҕас’ токса тарчы̆ с’а вар ды̆ры̆к анадала. Ондан илдäрчэ̆ карда ды̆ры̆к.

илеш

(ил’эш), то же, что илен. Баран. 99. Лаша хуçана пит илешет: ăна вăл темиçе çултан та паллать. Серг. Рад. Вĕсем те ăна илешнĕ. N. Çак вир çине тăрнасем илешеççĕ. N. Пирĕн киле вуникĕ пуçлă çĕлен илешнĕ, тет. В. Буянова. Курва-курва хĕрсене мишер таркăн илешнĕ. Баран. 44. Анана сĕлĕ çиме вĕреннĕ упа илешнĕ.

илĕрт

(ил'э̆рт, ил'э̆рт'), манить, заманить, прельстить (чем). Образцы. Илĕртрĕмĕр хĕрсене хĕрлĕ куçлă çĕрĕне. Образцы. Кинçĕм-чунçăм, Анна кин, сăхлантарчĕ тĕсĕне, ăмсантарчĕ пĕвĕне, йăпатайрĕ чĕлхипе, илĕртейрĕ куçĕпе. Ч. П. Каймăттăмăр вăрмана — хăмла çырли илĕртет; тухмăттăмăр выляма — хамăр савни илĕртет. Хурамал. Тухмăттăмчĕ çак вайя — чун илĕртен тантăш пур. Сред. Юм. Пĕрчик ачасĕне: япала парап, тесе, илĕртсе кирак-мĕн тутараççĕ. Чăв. юм. 1924, 24. Сана вăрманта арçури аташтарнă пуль. Сана пăрахасси лекнĕ. (К этому, в сноске, сказано: «Пăрахасси тени çăкăрпа арçурине чирлĕ çын патĕнчен илĕртсе кăларса яни. Çăкăр турамне вара арçури çыпçнă çĕре кайса пăрахаççĕ). † Тухмăттăм тухасса çак вăййа — чун илĕртен сарă ача пур. С. Тим. † Хĕреслĕ тенкĕ, кив тенкĕ, çакăр тухья çанкине (= çамкине) — ваттисене вăрçтарма, çамрăксене илĕртме. Орау. Пăртак илĕрт-ха ачана, кăваса çăрса пĕтерем. Помани или займи ребенка, я кончу месить. Орау. Ачана илĕртнĕ пек илĕртет, те: пĕлмест, тит... К. С. Çын илĕртнĕ хыççăн çӳрет. Поддается на приманку, на улещания. Лашман. † Чунçăм айван, пуççăм çамрăк — çын илĕртнĕ хыççăн пит каят. || Сбивать с толку, «смущать», подущать, науськивать. Юрк. Арăмĕ, ăнман япала, илĕрте пуçлать. Сред. Юм. Илĕртсе, çынна хĕнеттерет. || Прельщать, обманывать, обольщать. Уговаривать. Микушк. Ай-хай, ача. Ваня, Хветорана илĕртет! (Ваня Федору обманывает). Кожар. Вăсем илĕртсе ыйтасшăн пулнă, сăра ĕçме çилом илсе пычĕç. Алекс. Невск. Куланая майĕпе илĕртсе-туса илмен, ялан çапса хĕнесе илнĕ (сборщики). || Ябедничать. Рекеев, ТайбаТ. Илĕртсе кăтартаççĕ. Клевещут, ябедничают. Букв. I, 1904 г. Çĕнĕ кин пят хаяр, усал кăмăллă çын пулнă. Вăл асаттене анне çинчен йĕре-йĕре илĕртетчĕ, тет. М. Яльчики Т. Илĕртсе панă. Наябедничал. Л. Кошки, М. Ăнтавăш. Илĕртсе кăтартнă (то же значенне). || СТИК. Пырат çав ахалтен (ахальтен), çăккăр илĕртсе антарма! («говорят про воблу и прочие закуски к хлебу», благодаря которым и хлеб кажется вкуснее).

имле

(имл’э), лечить. М. И. Петров. Сирах, ХVIII. Чув. кал. 1911, 6. Темĕн чухлĕ макăрса та выльăхна чĕртеймĕн, макăрас вырăнне часрах имлеме тытăнас пулать. Скотолеч. 7. Чĕмерене (сулана) ак çапла имлемелле. Сирах, hVIII. Эмелçĕ, тĕрлĕ им-çам хутăштарса, çынна имлет. Слепой. Çак амална имлес полать (надо лечить). Чума. 1879 çулта çынсем чумапа чирленĕ вăхăтра пĕр Субботин ятлă доктор нумай чирлĕ çынсене, имлесе, вăл чиртен сыватнă.

инкек

(ин’г’эк’, ин’гэк), бедствие, беда, несчастье. Сред. Юм. СПВВ. «Инкек — в смысле неожиданной беды главным образом». Инкекпе çын пусăрнать, теççĕ. Несчастье придавливает человека. Алекс. Нев. Новгородра инкек çине инкек тухса пынă. N. Акă инкек! Ку ачу аллине ăçтан ӳксе капла сиктернĕ, кин? N. Çиме çитменни пĕр инкек. || Материальный вред. Шорк. Лаша вилсе пĕр инкек кортăм. Шибач. Инкек полчĕ. Стряслась беда (напр., пропали деньги — окçа çохалать). КАЯ. Инкекĕ тупăнĕ вăл, ырри çук! До беды не долго; чего хорошего, а это как раз! Кратк. расск. 20. Вара эсир: пирĕн тата кĕçĕн шăллăмăр пур, тесе, мĕшĕн каларăр вăл пуçлăха? Эх, ачамсем, манăн инкекĕме (на мою беду) каланă эсир! Жит. свят. Февр. Св. Агафия тĕрме сыхлакансене инкеке кӳртес мар тесе, Христосшăн та аеап курасшăн пулса, тĕрмерен тухса кайман, çавăнтах турра кĕл-туса тăнă. || Бранное обзывание человека или предмета. «Инкек — усал сăмах пулать». М. Шевле. Çын вилесрен хăраса пĕртен-пĕр лашине пусса парать çак инкеке (т.-е. киремети). Юрк. Пĕр чыкан ачи кĕлете вăрлама кĕнĕ. Ăна хуçисем тытнă та, кăна, инкеке, мĕн тăвар-иш? теççĕ. Альш. Эй инкексем! тесе калать, тет; вăл хăех илсе кайнă, тесе калат, тет. Инкек — слабый, ничтожный человек. Турх. Çын лашине çиленсе каланă: инкек! шуйттан пуçĕ! мур хирменĕ! Чарăнса тăрать тата, пăх çиен! М. В. Шевле. Кил хуçи ĕнтĕ тем пекех ӳкĕнет ко инкеке (т.-е. киреметь) çăмăрпа торăран хăтăлтарнăшĕн. N. Мĕн теççĕ-ши ăна, инкеке?!.. Как же это оно называется, шут бы его побрал! (говорит о растении, названия которого не знает). || Инкек — назв. божества. Хурамал. Магн. 113. || Назв. злого духа. Ст. Ганьк. Сар каччăн шăлне-çăварне хăçан та хăçан хурт çирĕ, инкек çирĕ, çавăн чухне инкек çитĕр (инкек — хуртпа перекен усал). Самар.? 77 тинĕс уттинчче сарă ту, сарă ту айĕнче сарă чул, сарă чул айĕнче сарă каччă. Сарă каччăн шăлне-çăварне хăçан та хăçан хур çирĕ (scr.: сирĕ), инкек çирĕ (scr.: сирĕ), çавăн чуне инкек çитĕр, хурт çитĕр (инкек — хуртпа перекен усал). (Из шăл-суран чĕлхи).

ип

(ип), польза, исцеление. Удобство. N. Ип пултăр, сип пултăр, тек вĕрмелле ан пултăр. (Из заклинания). Альш. Ип пултăр, сип пултăр, вĕрни-сурни çак пултăр. Шихазаны. Тфу! Ип пултăр, сип пултăр (начало наговора «пăсташ тасатни»).

иплĕх

сговорчивость? N. † Çакă хĕрсен тилĕрни амăш чарсан та чарăнмĕ; каччăсенĕн шухлăхĕ ашшĕ чăрсан та чарăнмĕ; çак арăмсен иплĕхĕ упăшки чарсан та чарăнать (цары̆нат). Совершенно так же звучат два последние стиха этой песни в ее самарском варианте.

ирĕк

(ирэ̆к, ирэ̆к'), свобода, воля. Свободный, вольный. Свободно, вольно. Приволе. Привольный. Власть. Соизволение. Ист. Киеври халăх авалтанпах княçсене улăштара-улăштара лартса ирĕке вĕреннĕ. Полтава. Ирĕк çын, свободный человек. Хып. 1906, 31—2. Ытлашши мĕн тăвас икĕ лаша усраса, утă-улăм ирĕк мар. Сборн. мол. 239. Эй туррăмăр, эсĕ ху ирĕк туса çуралнă, ху кăмăл туса килнĕ. IЬ. 44. Нумай хĕрхенекен кăмăлупа, унтан çуралма ирĕк тунă. N. Хăта калать: пиртен ирĕк, тет. Тăват кĕтессинчен пĕр кĕтессине пирĕн çак туй халăхсене кĕрсе тăма ирĕк пулмĕ-ши. (Из речи мăн-кĕрӳ). Ст. Яха-касы. Ашшĕ-амăшсем кайсассăн, вара ачисене килĕнче пĕтĕмпех ирĕк пулать (бывает свободно, раздолье). Цив. Вăрманти çулçă сарличчен, вăрман хушши питч(ĕ) ирĕк; вăрманти çулçă сарăлсан, вăрман хушши тăвăрланать. Качал. Çĕлен калать: халĕ санăн ирĕк (=ты хозяин, твоя власть) çĕр çинче. Орау. Ирĕкре (напр., в поле) ӳсекен йăвăç çӳллĕ пулмасть. Хып. 1906, 15 (16?). Улпутсен аллинчĕ нихăçан та пурăнман — иĕк пурăннă. Конст. чув. Турккă хĕрĕпе ирĕклĕ пурăнса, укçасене пĕтерчĕ. Жил с турчанкой на широкую ногу и промотал капитал. Ст. Айбеси. Туррăн ирĕкне çын пĕлмест, теççĕ. (Послов.). Сĕт-к. Апла килти окçая пĕтерес пор, ма каяс ирĕкке? N. 88 саккинче(н) пĕр сакки çак туй халăхне ларса канма ирĕк пулмĕ-ши. (Из речи мăн-кĕрӳ). Букв. I, 1904 г. Тилли пулă лавĕ çинче ирĕк илнĕ, тет (стала распоряжаться по-своему). Альш. Çĕр пулнă ирĕк. Янш.-Норв. Хăвăрта ирĕк = воля ваша. 2 Кадыш, Цив. в. Хăвăрăн ирĕк, мĕллĕ тăватăр (воля ваша). N. Тăхăрвун хăминчен пĕр хăми пире ирĕк пулмĕ-ши, выляса, кулса, ĕçсе çиме? (Такмак) N. Хуларан ирĕк çĕре тухнă. Эсĕ епле çав тĕрлĕ чипер аван арăмна ирĕке (scr. йрке) прахса кайăн? Ч. П. Çакăях та ырă чунăм, ӳссен, ирĕкĕнчен тухас çук. О сохр. зд. Урамсенчен, кил-картисенчен тислĕк, ытти таса мар япаласене те хире (уя) кăларса тăкмасан, е тата çĕрме ял хушшинех ирĕк çĕре купаласа лартсан, эпĕ çанталăкра вĕсем çĕре пуçлаççĕ. Сказки. Иван вара чула тытрĕ, тет те, ирĕкелле утса ячĕ, тет (= на волю). О сохр. яд. Тăвăр тумтир нихçан та ирĕк тумтир пек ăшă пулмасть. Н. Кармалы. Санăн икелӳсене ирĕк çĕре ӳкерес пулать.

ирĕклĕрен

, Юрк. † Эпир çак тăвансенчен уярăлатпăр ирĕклĕрен мар-çке, ирĕкĕĕр. Ч.С. Эсир те ирĕклĕрен тумастпăр, делаем не по своей воле, т-е. неохотно. Жит. Свят. Февр. Çар-çыннисем пырсан, Трифон ирĕксĕренех хăйне хăй вĕсен аллине панă.

ирсĕр

(ирзэ̆р), поганый, мерзкий, скверный. Требн. 312. Сан умăнта пурсăмăр та ирсĕр. Юрк. Ив. Ив. акă çак чей чăшкисене те арăмна касаттарас пулатчĕ-çке; куран, авă ĕçме мар, пăхма та ирсĕр, тет, варланисене кăтартса. Ст. Чек. Ирсĕр япалана мĕн тума илтĕн аллăна? IЬ. И, ирсĕр! (называют ребенка, берущего погань, или, человека, говорящего неприличные слова. || Отвратительно мокрый. Альш. Юрк. Ăна курсан (это...), çапла ирсĕр хăтланнине курсан (эту гадкую пачкотню), йĕрĕннипе çиессĕм килми пулчĕ. Сĕт-к. Ирсĕр — безобразный, оскверненный. || Мерзкий (о погоде). КС. Тухса кĕме çанталăк пит ирсĕр (мерзейшая погода = мочит без конца). Юрк. Ирсĕр вăхăтра = в слякоть? || Ст. Чек. Ирсĕр — лăпăр-лапăр, юхан-шăтан, сĕлекелĕ. || Противно. Юрк. Чиканĕсем пурте хуп-хура çӳçлĕ, хуп-хура пысăк кăтра сухаллă, çийĕнчи тумтирĕсем пурин те çĕтĕк-çатăк, пăхса тăма ирсĕр.

ирт

(ирт', ирт, єрт), проходить; опережать, обгонять; превосходить. Завражн. Пĕр-пĕрин çомĕнчен тĕкĕшимасăрах чопса иртсе кайнă. (Ковлы) пробежали один мимо другого, а лбами не соткнулись. Янтик. Икĕ çын каçма çинче тĕл пулнă та, ниепле иртсе каяймаççĕ (не могут разойтись). Образцы. † Çак катари çурта эп тус турăм, иртнĕ-çӳренĕ чухне кĕмешкĕн. Орау. Эпĕ хам питĕ авăк çиллĕ те, час иртет ман (вспыльчив, да отходчив) Т. М. Матв. Иртнĕ кунăн çутти çук. (Старая Хлеб-соль забывается). БАБ. Çĕнĕ çул иртни миçе эрне-ши ĕнтĕ? теççĕ; М. Сунчел. Çапла тусан та, мур иртсе каймарĕ. Орау. Иртсен, эрне иртĕ. Самое большее пройдĕт одна неделя. N. Нумай калаçакан çыннăн чăлхи-çăварĕ хăйне кирлинчен иртсе калаçать. Кратк. расск. 24. Выçлăх иртесси тата пилĕк çул-халĕ. N. Ялсем çумĕнчен ирте-ирте пынă чухне, при проезде мимо деревень. N. Ахаль те иртсе каятьчĕ полĕ-и. N. Çирĕм çултан иртнисем, те, кто старше двадцати лет. Рукоп. Календ. 1908. Ĕлкĕрсе иртмен улма (в Якейкиной скажут: полса иртмен паломми), яблоки в самую пору. † Çуна лайăх, тиейса, çынтан иртсе чупас мар, çуна тупанне пĕтерес мар. Чув. песни, З. Питрен шерпет типминччĕ, пиртен вăя иртминччĕ. Питрен шерпет типет-çке, пиртен вăйă иртет-çке (= мы уже выходим из того возраста, когда людям прилично участвовать в играх). Альш. Утил иртсен = когда отошли от Удела; когда перестали быть удельными крестьянами. Альш. † Питрен шерпет типминччĕ, пиртен вăя иртминччĕ. Б. Сунчел. Вунă çухрăм каясси кунта иртнĕ пирĕн. Мы здесь провели столько времени, во сколько могли бы проехать десять верст. Богдаш. Урамăрпа иртсе сар хĕр пырать, çитсе, сăмах хушса пулмарĕ. Ст. Шайм. Иртеех те пырать çамрăк ĕмĕр, ылттăн-кĕмĕл парса чарăнмасть. Хып. 1906, 16. Çапла вĕсем, Шупашкартан тухсан, пĕр çич-сакăр çухрăм иртсе килнĕ (проехали по направлению сюда). М. В. Шевле. Иртсе кайсан, ним тума та çук. Что с возу упало, то пропало. Прошлого не воротишь. СТИК. Çулталăка пĕр вăя иртеймессĕн сунатрам? Вам кажется, что (нашим) играм, которые бывают только раз в год, не будет конца? Сред. Юм. Кăш те-пôлса ыттисенчен питрех вырса кайсан: иртсе вырать, теççĕ. Н. Шинк. Т. Сантан иртекенни нимĕн те çук, (Молитва к «Турă»). N. Турă çырнинчен иртсе пулмарĕ. Не пришлось уйти от судьбы. Ой-к. Лаша хӳхĕм, тесе, çынтан иртсе чопас мар. Юрк. Вĕсем турă хушнинчен пĕрте иртмен (всегда исполняли). Собран. Турăран иртсе ним те тума çук, теççĕ. (Послов.). Пшкрт. єртсä к̚ аjны̆ с’ын, избалованный, испорченный человек. Хып. 1906, З1-ЗЗ. Мĕшĕн капла пĕчĕклех çын патне паратăн (отдаешь в услужение)? тетĕп. — Ах, ырă çыннăм, эсĕ апла калатăн, пирĕншĕн пыр иртни те тем пырать-çке. Трехбалт. Пирĕн çамрăк ĕмĕр иртсе килет (идет к концу), ылттăн-кĕмĕл парса чарнас çук. N. Халĕ ĕнтĕ çук, иртсе карĕ. Теперь уже этого не воротишь. Качал. Лайăх лаша, тийиса, çынтан иртсе чупас мар, çын кăмăлне хуçас мар. Юрк. Ăçта çитнĕ, унта, турă ятне мухтаса, вăл çырнă ĕçсенчен çынсене иртме хушман (не велели). Якей. Пĕр-пĕр çын ĕçсе ним пĕлми полсан, он çинчен: кон иртсе кайнă, теççĕ (т.-е. перешло через меру; хватил лишнего). N. Ун сăмахĕнчен ан иртĕр. Шурăм-п. Пирĕн Шупашкар уясре (чит.: уясĕнче) виçĕ ятпа пĕр анаран кĕлт-çеç иртет (чуточку больше десятины). Серг. Рад. Пайтахчен çак монастырте (чит.: мăнастирте) вуник çынран ытла иртмен (было не более двенадцати человек). Собран. Турăран иртсе ним те тума çук, теççĕ. Орау. Çын хăйĕнчен иртеймеçт иккен! Оказывается, человек не может превзойти самого себя. Ч. С. При калать, тет: манăн лаша иртет, тепри: ман лаша санĕнчен иртет, тесе калать, тет. Янгильд. Козм. Манăн йолташ Петĕр иртес — иртиман, анчах орийĕ çона топан айне полнă та, таптаса кайнă орине утне (?) сăтăрса йолнă. Шарбаш. Тăват тенкĕрен (те) иртрĕ. Обошлось дороже четырех рублей. || Обходиться (улаживаться). Якей. Пăрлă шура шăва кĕни ахалех те иртмерĕ. Купанье в ледяной воде (в воде со льдом) даром не прошло. Бес. чув. 10. Тен виç тенкĕпе те иртсе кайĕ. Бес. на м. г. Тата çынсем хушшинче нумайĕшĕ мĕне те пулин, турă ирĕкĕнчен иртсе, хапсăнакан та, пур. || «Избаловаться». Шорк. Иртсе кайнă. Избаловался. Пшкрт. Ку çын ытларак (ытларак) иртсе (єртсä) кайнă (слишком «избаловался», т.-е. опустился нравственно). Якей. Эс уш (здесь «ш» не озвончается) итла иртсе карăн, тепри сантан теминçе хут япăх (хуже) порнать полсан та, ним те шарламаçть. И. Патт. 25. Унăн айĕпе (под нею) уй-хирсем, çарансем, шыв-шурсем, тавайккисем ирте-ирте юлнă (мелькали одно за другим).

иртĕх

(ирд’э̆х'), становиться избалованным. Орау. Çăккăрпа ан выльăр! çăккăрпа ан выльăр! Пĕр-ик кун выçă усрамалла сире, ытла иртĕхнĕ! (говорят ребятам). КС. Лашана пĕрмай лайăх апат парсассăн, иртĕхет (перестает есть обыкновенную пищу, избаловывается). IЬ. Ачисем пит иртĕхнĕ (избалованы, набалованы). Хĕвел 1. Эпир çак хĕр-арăмсем пекех пулмăпăр; вĕсем ытлашши те иртĕхеççĕ. КС. Эхи-и, ачам, лашу иртĕхсе кайнăç! Э, брат, лошадь-то у меня (говорит о своей лошади, хотя афф. притяжательный относится ко 2-му лицу) с жиру бесится! (Напр., у нее хороший корм, а она «балует»: не ест, раскидывает мордой корм, или ест сухую солому и пр. Сирах hVII. Ытлашши çию чире ларать, иртĕхсе çие-çие тăм-хаяр (в рукописи: тум-хаяр) чир те тупăн. Иртĕхсе çинĕ пирки нумайĕшĕ вилĕм тупнă, пырне чаракан кун-çулне малалла тăсать. Абаш. Иртĕхсе кайнă. 1. Расшалался. 2. Стал жить роскошно.

исен

(изэн'), то же, что илсен, деепр. от гл. ил «брать». Якей. Çак япалая исен, ман чон хĕпĕртесе тастах кайса кĕчĕ (я несказанно обрадовался).

итле

(итл'э, Пшкрт. єтлä), слушать. См. илт. Рег. 233. Итлесех çитеримарăм. Я не дослушал Бюрганский. Халь говет тунă чухне каланă сăмахусене итлесе тăранма çукчĕ! Л. Кошки. Итлесе тăракан ан пултăр! Как бы кто не подслушал! Якей. Сан сăмахна вăлсен итлес килми полчĕ полĕ, кĕт чарăн-ха! (им надоело тебя слушать, перестань хоть на минуту). Якей. Сана ман паян итлес килми полч (п̚ол’ч’. Надоело мне сегодня тебя слушать. Орау. Итлетпĕр, итлетпĕр, каласа пар! Слушаем, слушаем, говори! Рег. 694. Вăл итлеми çын. Он неслух. Кратк. расск. 28. Иов çак усал хыпарсене пурне те итлесе пĕтерсессĕн... || Орау. Тухтăр кăккăра итлерĕ (прослушал) те: ним чир те çук, терĕ. Янтик. Тухтăр ман кăкăра итлесе пăхрĕ. || Повиноваться. Туруново (Чебаевск. вол. Ядр. у.). Эпĕ вăтăр çул стăршшинара пурнатăп, никам та мана итлемесĕр тăман, эсĕ мĕлле итлеместĕн? тенĕ. || Метафора о самоваре, который долго не кипит. Ст. Чек. Сăмавара кăмăрăк (sic!) ятăм-ятăм, темĕн итлемес, халĕ те вĕресе тухмарĕ. || Также о ногах, отказывающихся повиноваться. N. Урисем итлеми пулсан, аран килелле саланса пĕтрĕç (гости).

иттат

(иттат), «вроде «да», но в обыд. речи знач. не имеет и не употребляется». Якей. Аçу-апу килĕнче ĕмĕр порнма йорамаçть, иттат, йорамаçть! IЬ. Иттат! темесен, хĕрсем куçран пăхмаççĕ. Якей. † Тепĕр, сикĕр (прыгайте) хамăр ял, çак ял айне ан полăр, иттат ан полăр! (не уступайте!). По толкованию М. И. Ильина, «тепĕр» = тапăр «топайте, прыгайте».

Ишмешер

(Ишмэжэр), назв. озера в д. Байгеевой-Старак, Воскр. вол., Чебокс. у. | Название улицы — там же. Тăватăмăшне Ишмешер урам теççĕ. Çак кайранхи урамра «Ишмешер» ятлă кӳлĕ пур. Вăл кӳлĕ çинче, çур кунне ăшăтсассăн, кимĕсемпе ишсе çӳреççĕ. А. Е. Ефремов. Ишмешер — в роде болота, орам вĕçĕ.

у

(у), трут. См. ву, ăвă. Хора-к., Покр. в. Хуна чолпа перекене упа пер. (Послов.). То же сл. в ЩС. N. Турă амăшĕ умĕнчи ылтăм хĕресе хăçан çава пырса касать, çавăн чух тин çак кин аллинчен юн тухтăр, тет те, упа çыхса лартать.

уй

(уj), ой (оj), поле. Чув. Сбор. 1. 54°. Уй аксан, уй перекетне пар. Якейк. Уй-уй орлă уй корнать. С Янгильдино, Козм. у. Уйра шур сурпан выртать. (Йĕлтĕр йĕрри). N. Ойра пĕр çын сорпан сарĕ. (Йĕлтĕр йĕрри). Рег. 624. Çынсам ойра (ойри çыпсам) портс йĕпенчĕç. IЬ. 1103. Ойпа (ойсампа) çӳрерĕм. СПВВ. Т. А. Оя каяс, уя каяс. Серг. Рад. Йывăçсене касса, уй тунă. П. Шигали. Кăвак ут утлантăм, эпĕ хир каçрăм, хир каçаймасăрах уй каçрăм. Чураль-к. Ыраш уйĕн килтĕмĕр, шыра-шыра килтĕмĕр. См. Упа юрри. Якейк. Уй-уй орлă акисам, салам ярса та, салам çитмеçт. Ямбулатово. Ойра ойран çупçи ларать. (Тырă хăмăль). N. † Уй пуçĕнчи улмаççи. Орбаш. Çак ача пăшал ящй те, уяла тухса каярĕ. Чертаг. Уялла — у жителой степи, не у лесных жителей. Альш. И уй тулли, уй тулли, кăвак чечек хир тулли. Сред. Юм. Уй, куçлă, вăрман холхаллă. В. Н. Орл. Уй куçлă, вăрман хулхаллă. || Поляна в лесу. СТИК, Сред. Юм. || Прозвище. Сказки и пред. чув. 53. Ав, Уй Петĕр ывăлĕ.

уяв

соблюдение. Празднование. Праздник. Изамб. Т. Ыран праçник, пире уяв. || Назв. Чувашского праздника. К. В. Лаврский. (Труды статитич, экспед., снаряжен. в 1883 г. казан. губерн. земством. Казань. 1884. О хозяйственн. Условиях Егоркинской и Максимкинской волостей Чист. у.) Одним из препятствий к распространению троекратной вспашки является также обычай чуваш (крещеных и некрещеных) праздновать уяв, — какой-то языческий праздник, в роде наших «святок», — который продолжается недели две, совпадая с междупарьем. Во время уява считается грехом тревожить землю, так что даже не позволяется полоть в огородах, а тем более ковырять землю сабаном, сохой или лопатой. Обычай еще очень крепко держится, хотя в некоторых селениях, где чуваши более обрусели, и начинают от него отступать. Но я сам был свидетелем, что в Биляр-Озере, напр., русские с большим удивлением смотрели на чувашина, который в уяв поехал пахать: «В прежние годы доеталось-бы ему, говорили мужики — изломали бы у него сошники-то». Во время уява чуваши вообще предаются ничего-неделанью и выпивают огромное количество пива, а при начале праздника бывает общее пиршество в поле, ночью, причем приносятся в жертву быки и коровы. Крещеные участвуют наравне с язычниками и даже иногда председательствуют на молебствия, т. е. заменяет жреца крещеный чувашин. С хозяйственной точки зрения, можно видеть некоторую пользу уява в том, что за это время крестьяне и скот набирают силы для предстоящих им (с Петрова дня, приблизительно) усиленных трудов: пашни, сенокоса и, наконец, страды. СПВВ. ЕС. Уяв = çинçе = çимĕкпе утă çи хушши, ĕçсĕр вăхăт. Макка, 235. Учук кунĕ вĕсен уяв пуçланать. Макка, 235°. Уява иртерме хире кай енелле каяççĕ, унтан вара, çырма хĕрне анса, пите çăваççĕ те киле таврăнаççĕ; киле таврăннă чухне хыçалалла çаврăнса пăхма юрамаç, теççĕ; как хыçалалла çаврăнса пăхсан, вилен теççĕ. Бугульм. † Хĕрсем уява тухсассăн, килет уяв илемĕ. Альш. Уяв тăвас. а) Белые рубашки, б) днем игры и песни. Обыкновенно по пятницам (теперь по воскрес.). В пятницу тутар вăййи. N. † Çак уяври ачасем пуçне ухса юрлаççĕ. † Сарă пурçăнтан, сарă турăм, уяв кунĕ çыхмашкăн. Макка., 222. Уяв калах вырсарни кун пулать. М. Сунчел. Çав уяв çимĕк иртсен пр-ик эрнерен пуçланса каять. Уяв тени уяс тени пулать; уяв, тесе, ахаль ирттернĕ вăхăта калаççĕ. Уяв вăхăтĕнче ним ĕç те ĕçлемеççĕ. Уява виç эрнерен ытла тумаççĕ; виç эрне тусан, хыт сухана тухаççĕ. N. Мăн чӳл тăваççĕ, ун чухне тăватă ял çынни пур те пухăнаççĕ, ваттисем кăна, çамрăккисем хăйсем урăх çĕрте, таса çерем çинче юяв (siс!) выляççĕ, ваттисем патне пымасçĕ. Альш. Хĕрне уяв кĕпи, шурă кĕпе, тăхăнтараççĕ. N. Петрав кунĕ çитерехпе, çамрăк ачасем уяв калама чарăнаççĕ. N. Уяв тесе калакан праçнике уяма тытăнаççĕ.

уйăх

ойăх (уjы̆х, оjы̆х), луна, месяц. Трехбалт. Уйăх йĕтем пысăккăшĕ, теччĕç ваттисем. Альш. Уйăх çинче шыв кĕвентиллĕ хĕр тăрать, теççĕ. Н. Седяк. Уйăх çинче кĕвентепе витре ятнă хĕр тăрать. Çав хĕрĕн икĕ вăрă пиччешĕ пулнă, тет. Ăна çур-çĕр тĕлĕнче, вăрăран таврăнсан, шыва янă, тет. Çавăнта хайхи хĕр, макăрса, каланă: мана уйăх хăй патне илинччĕ, тенĕ. Вара ăна уйăх илнĕ. В. Олг. Полнă ĕлĕххи арăмăн хĕрĕ. Амăшĕ осалпала пĕр шот тытнă, осала качча парас тенĕ. Çиччас хĕре çор çĕрте каранхи амăш хусарат шу патне. Каят хĕр шу патне макăрса. Шу патне çитсен, осал исе каймалла хĕре. — Ойăх та пор, тет, хӳел те пор, тет — осала качча кайиччен, илĕр мана, тет. Каран торă хăпартат она ойăх патне витри-мĕнĕпе. М. Вас. № 3, 19. Уйăх çине сăнаса пăхсамăр-ха, ваттисем: Марье тăрать куйланса, ик айккинче витрисем. Ст. Чек. Ĕлĕк уйăх аслăк тăрринче кăна пулнă, аслăк çинче каçхине хĕрсем тĕрĕ тунă. Пĕр хĕрарăм, таса марĕ кайнă чухне, çынсем çук чухне, вăтаннипе уйăх çине таса маррине сĕрнĕ. Уйăх çичĕ кун, çичĕ каç шавласа хăпарнă. Обр. чув. пес. Пазухина. Уйăх пĕччен, тееççĕ: пĕччен мар-çке, çăлтăр пур; сар хĕр пĕччен, тееççĕ: пĕччен мар-çке, каччи пур. Сятра. Çунатсăрах вĕçет, тымарсăрах çитĕнет. (Уйăх). Лебеж. 456. Пичче ăйăри кĕçенĕ, пĕтĕм çĕре пăхĕ. (Уйăх). Альш. † Кĕркуннехи çĕрсем тĕттĕм çĕр: уйăхĕсем пулмин те, çăлтăрĕ пур. Собр. † Уйăх витĕр уй курăнат. Букв. I ч. 1904. Хăнисем хапхаран тухса, çаврăнса кайнă çуна йĕрĕсем шур юр çинче уйăх виттĕр курăнса выртаççĕ. Собр. Уйăх пур та, çутти çук. (Тăмана шăтăкĕ — слуховое окно). Ст. Чек. Эп ăна уйăх çутинче (при свете м.) аран палларăм. N. Ойăх çути, окошкаран кĕрсе, çутатса тăрать (светит в окно). N. † Тĕсĕр-пуçăр (ваш. облик) тулнă уйăх пек. Б. Хирлепы. † Уйăх çути пек варличĕ; уйăх çутипе уйрлас-шн, хĕвел çутипе уйрлас-ши? (Солд. п.). Шурăм. 9. Вăрман енчен çĕнĕ уйăх курăнать. Трхблт. Уйăх çути пур. Светит месяц. N. Ойăх çути пор (то же). Т. М. Матв. Пуриншĕн те уйăхпа хĕвел пулаймăн. (Поговорка). Шарб. Уйăхĕ пур, çутти çук. (Шăрпăк пуçĕ). Дик. леб. 47. Елиса уйăх çутипе йывăç пахчине пырса кĕрет. Собр. † Ир пулсан, хĕвел тухать; каç пулсан, уйăх хăпарать. Чертаг. Уйăх пак шăтăк хăварнă (слуховое окно). Альш. Çĕмĕртрен хура çӳçĕме ылттăн та пĕр турапа турарăм; çак тăванăмсем асăма килсессĕн, тунă пĕр çĕнĕ уйăха пăхатăп. Ч. П. Уйăх витĕр уй курнать. N. † Çуначĕсем (хурчăканăн) уйăх хушшинче. Толст. Вăл каç уйăх çутиччĕ (месячно было). Альш. Пĕтĕм уйăх — полнолуние; çурла уйăх — сери луны; çур уйăх — 1/4 луны. . Уйăх çĕр айне каять, теççĕ. Сред. Юм. Уйăх çôрла пик-çиç тунă (говорят, когда месяц показывается после новолуния). Якейк. Тола тохрăм та, уйăх çути çап-çутă. IЬ. Кĕçĕр уйăх çути пор. IЬ. Уйăх толса пырать. . Уйăх çути çĕрĕпе тăчĕ. Месяц светил всю ночь. Сред. Юм. Тулать, — тулнă ĕнтĕ, — паян уйăх пĕтет. Сред. Юм. Уйăх çôрри тунă. После новолуния месяц стал виднеться до половины. Сред. Юм. Уйăх пăхнă çĕр. В лунную ночь. Янтик. Кĕçĕр çĕр уйăх çутиллĕ. . Кĕçĕр уйăх çути пур. . Уйăх çутипе эп çынна куртăм. Янтик. Уйăх хăлхаланнă (месяц в кругу). Уйăх тин тунă, пӳрне пек-çиç. Уйăх çурла пек юлнă. Уйăх çурри пула пуçланă. Уйăх тула пуçланă. Альш. Уйăх çуралнă. Хĕрлĕ тулли. Шурă тулли (см. ниже). Уйăх пĕтни. Сред. Юм. Уйăх çôрла пик-çиç йолнă (говорят, когда месяц после полнолуния остается видным частью). Якейк. Ачи, ачи, пăх-ха, çĕн уйăх тунă! IЬ. Çĕн уйăх ыран тăвать. Ф. Т. Уйăх пĕтнĕ чух (идет к концу) киçен (= кивçен) пама юрамасть. Ст. Чек. Уйăхран инçе мар çăлтăр пусан, çын вилет. Собр. 194°. Çĕрле уйăх пĕлĕт айĕнче тăрсан, хура шăнасем куç çине ларсан, ыран калах çăмăр пулат, теççĕ. Ст. Шайм. Уйăха хирĕç шăрсан, шĕвĕн тухать, тет. Нюш-к. Уйăха хирĕç ан шăр. Альш. Уйăха хирĕç тула ан тух. N. Уйăх çуралсан, тăватăмăш кунĕнче уяр (йĕне) пулсан, уйăхĕпех уяр (йĕпе) пулать. Тогач. Çеçен хирте туман урапа кусать. (Уйăх). Орл. II, 206°. Уйăх пур та, çутти çук. (Пичуркка). Сред. Юм. Пĕчик ачасĕм, пурте карталанса тăрса, пĕр-пĕринчен: уйăх-и? хĕвел-и? тесе, ыйтса выляççĕ. Мысл. Уйăх çутти курас мар! (Божба). || N. Çанталăк уяр пулсан, пĕр-икĕ-виçĕ эрнерех пĕтереççĕ: уяр пулмасан, уйăхпех пырать. Рак. † Хĕл уйăхĕ улт уйăх, çу уйăхĕ çич уйăх (= 13 уйăх). Альш. † Çăв уйăхĕ çичĕ уйăх, хĕл уйăхĕ улт уйăх. (Из «чĕр йĕрри»). Обр. 89. Хĕл уйăхĕ улт уйăх, ултă уйăх хушшинче утмăл тĕсле кун килĕ. Утмăл тĕслĕ кун çинче пĕр киресĕр кун килĕ. Нимĕн чух асна килмесен те, çанăн чух асна килĕ-и? Çăв уйăхĕ çич уйăх, çичĕ уйăхăн ăшĕнче, çитмĕл тĕслĕ кун килĕ. Çитмĕл тĕслĕ кун çинче çил-тăвăллă кун килĕ. Нюш-к. Хĕл уйăх 6 уйăх, çăв уйăх 7 уйăх, теççĕ пирĕн ялти карчăксем. N. Ойăх порнмалăхах çияс. Надо наесться на целый месяц. Орау. Эпĕр килтен тухни уйăх та пур-и тен. С выезда нашего из дома, пожалуй, будет с месяц. N. Акă ĕнтĕ уйăх çитет эпĕ сиртен кĕнеке ыйтни. Орау. Вăл ик уйăх анчах тултарчĕ-ха (ребенок). Альш. † Эсир асăнатăр-и, тăвансем, уйăхра? — эпир асăнатпăр кулленех. Именево. Пĕр-ик ойăх çитсен, хваттер хоçи темшĕн çиленчĕ те, молчана кайса хопрĕ. Н. И. П. Вăхăта уйăхпа хĕсеплеççĕ (= хисеплеççĕ). Время считают по месяцам. Н. И. П. Ăна уйăха хупса лартнă. Его посадили на месяц в тюрьму (здесь «пĕр уйăха» значило бы на один месяц). Зап. А. Фукс, 165. «Новый год начинают они с наступлением зимы, и разделяют на 13 месяцев: 1) йопа-ойăх, м. поминовения, ноябрь; 2) чӳк-ойăх, м. жертвы, декабрь; 3) мăн-кăрлач ойăх, большой крутой м. (сильно морозная часть декабря и генваря); 4) кĕçĕн-кăрлач ойăх, менее крутой м., часть генваря и февраля; 5) норăс ойăх, м. оттепели, февраль и часть марта; 6) пошă ойăх, порожнии м. (от тяжелой работы), март; 7) ака ойăх, м. пашни (для ярового хлеба), апрель, часть мая; 8) çу (scr. сюль) ойăх, м. лета, июнь; 9) хĕр (scr. хыр) ойăх, м. свадеб, июнь и часть июля; 10) утă ойăх, м. сенокоса, июль; 11) çорла ойăх, м. серпа, июль и часть авг.; 12) йĕтĕн (scr. бидан!) ойăх, месяц льна, сентябрь; 13) авăн ойăх, м. молотьбы, октябрь». См. Золотн. 191. В Курм. у. записаны моим братом, А. И. Ашмариным, со слов кр. д. Янгильдиной, Курм. у., Василия Семеновича Мастеркина (ныне покойного) след. назв.: мăн кăрлач, янв.; кĕçĕн-кăрлач, февр.; норăс уйăх, март; пошă уйăх, апр.; ака уйăх, май; хĕр уйăх, июнь; утă уйăх, июль; çорла уйăх, авг.; авăн уйăх, сент.; йопа уйăх (чит. йопуйăх), окт.; чӳк уйăх, ноябрь; раштав уйăх, дек. При этом приписано: «Месяцы начинаются не с 1-го числа, а как народится новый месяц». (Сообщено в письме из Курмыша от 21 янв. 1908 г.). В письме И. С. Степанова Кузьме Серг. Сергееву от13 авг. 1908 г. значится следующее: «Николай Иванович Ашмарин будто бы просил написать, как говорил Иван Яковлевич, названия месяцев по-чувашски. Если нужно, я к его услугам; вот они: 1) юпа уйăх, 2) чӳк уйăх, 3) раштав уйăх, 4) кăрлаç, 5) кĕçĕн кăрлаç, 6) нарс уйăх, 7) пуш уйăх, 8) ака уйăх,9) çу уйăх, 10) утă уйăх, 11) çĕртме уйăх, 12) çурла уйăх, 13) йĕтем уйăхĕ. Начал я считать с октября, кончнл сентябрем. Такой счет у нас, в Черепанове, Буинского у.» Позднее он написал мне следующее: «Многоуважаемый Николай Иванович! Я посылал в Кошки за некоторыми сведениями относительно названий месяцев, так как там есть старик, лет 80-ти, отец которого помер лишь в 3-ем году, имея от роду 109 лет. Он, разумеется, помнит многое, что и как было в старину. Я ждал от них письма и потому так долго не мог ответить. Нижеследующие пояснения относительно названий месяцев мне дали они. 1. Кăрлаç. Зимний месяц, начало года. Судя по вашему счету, захватывает часть декабря и начало января. 2 Кĕçен кăрлаç. Зимний холодный месяц. Про этот месяц говорят: сивĕ ашшĕ, сивĕ амăш(ĕ) ачи-пăчилех пирĕн пата килчĕ. 3. Нарс уйăх(ĕ). После половины этого месяца конец резким зимним холодам. Нарс уйăх тăхăрĕ иртсен (т. е. после 1-ой четверти), кушаксем куса пуçлаççĕ. Нарс — зимний месяц. 4. Пуш(ă) уйăх(ĕ). Этот месяц настает перед распутьем. Свое название получил от обычая «пушă пăрахас». В старину у чуваш сватовство происходило в этом месяце (во многих местах и теперь), и, когда невесту совсем сосватают, евчĕ у родителей невесты оставлял пушă (кнут) или же просто прутик, а свадьба откладывалась, часто и теперь, до Çимĕк. Выходит, это месяц сватовства невесты. 5. Ака уйăх(ĕ). Месяц яровой пашни. Ака çийĕ, так называли исключительно время яровой пашни (теперь в наших местностях такое же значение), и преимущественно пахали старинным плугом. Отсюда и название ака уйăх. Ака уйăх çурхи шыв иртсе пĕтес чух тăвать. 6. Çу уйăх(ĕ). Промежуток времени между ака уйăх и çĕртме уйăх(ĕ). Месяц безработный; отдых и веселье для всех, но главным образом для молодежи. Çу уйăх — çамрăк-кĕрĕм уйăхĕ: они водят хороводы, на семик играют свадьбы и т. п. Существуют выражения: «çу уйăх кантарать, ĕç çийĕ валли вăй парать», «çу уйăхĕнче савăнман, ĕç çинче те ĕçлеймен». 7. Çĕртме уйăх(ĕ). Название этого месяца произошло от глагола çĕрт (дай гнить). Это не указывает на навозное удобрение, ибо в глубокую древность земля не нуждалась в удобрении. Чувашские деревни по Поволжью почти без исключения были окружены лесами; приходилось вырубать леса и обращать в пахотные поля. Привозили домой только лучшие части дерева, а сучья и коренья часто жгли, зарывали, запахивали — предавали гниению (çĕртме). Соответствовал теперепшей паровой пашне. 8. Утă уйăх(ĕ). Курăксем çитĕне пуçласан тăвать, çулса, пуçтарса пĕтернĕ çĕре пĕтет. 9. Çурла уйăх(ĕ). Время созревания и уборки хлебов. 10. Йĕтем уйăх(ĕ). Время молотьбы. Этот же месяц называют и авăн уйăх(ĕ). 11. Юп(а) уйăх(ĕ). Этот месяц настает после уборки хлебов с полей и молотьбы. Снега еще нет. С этого месяца начинаются уже осенние праздники. Чуваши, будучи язычниками, или до усвоения христианства, в этом месяце ставили на покойников своих юпа (столбы) и поминали покойников. Юпа ставили один раз в год, именно теперь. Этот обряд, я думаю, Вам хорошо известен, а потому описывать его я считаю лишним. 12. Чӳк уйăх(ĕ). В этом месяце колесная дорога сменяется санною. Последний осенний месяц. 13. Раштав уйăх(ĕ). Зимний холодный месяц. Зима уже давно установилась. Если в комнате холодно, то говорят: кунта сирĕн раштав, т. е. очень холодно. Добавление к 1-му месяцу. Что кăрлаç есть начало года, свидетельствуют следующие обычаи. Кăрлаç уйăхĕ курăнсан, çав каç, шăлпа çыртса, капан туртнă. Тулли пуçах тухсан, çул пурпа иртмелле пулать, тенĕ; пушă пуçах тухсан, çукпа ирттермелле пулать, тенĕ. Юр çине выртса, мĕлкĕ тунă. Çĕр каçиччен унта мĕн ӳкнине ирхине кайса пăхнă. Пуçах-мĕн ӳксен — пуянлăх, телей, ырлăх; кирлĕ кирлĕ-мар ӳксен, е йытă сысса, шăрса кайсан, телейсĕр пулмалла пулать, тенĕ. Пӳрт итлеме çӳренĕ. Лайăх сăмах илтсен, çĕнĕ çул канăçлă, телейлĕ иртет; вăрçă-харкашу е кирлĕ кирлĕ-мар калани илтĕнсен, телейсĕр çул пулать, тенĕ. Йĕтем итленĕ. Авăн çапни илтĕнсен тырă лайăх пулать, нимĕн те илтĕнмесен, тырă начар юлать, тенĕ. Очень много и других гаданий счастья на новый год. Раньше это делалось по появлении молодого месяца кăрлаç, а теперь проделывают накануне 1-го января. Чтобы точно указать, когда какой месяц начинается и с какими числами совпадают начала месяцев по письменному счету, я не мог добиться, и едва-ли это можно установить на основании расспросов. Мне кажется, надо поручить кому-либо записывать у знатока в продолжение года, тогда можно приблизительно верно указать начало каждого месяца... Всегда готовый к услугам Иван Степанов. 28 июля 1909 года. Г. Симбирск». — Что некоторые годы у чуваш имеют по 13 мес. (местами этот счет забывается или совсем забыт), доказывают факты, сообщаемые в проведенном ниже письме Петра Ив. Орлова. Из них явствует, что у чуваш есть тринадцатый вставочный месяц, именно — кĕçĕн кăрлачă (или кĕçĕн кăрлач), вставляемый, через два года в третий, после месяца кăрлачă (кăрлач). В 1911 г., как видно из письма, было тринадцать месяцев. Назв. мăн кăрлач, повидимому, обозначает то же, что и кăрлач. «Николай Иванович! Эпĕ уйăхсем çинчен пайтах çынтан ыйткаларăм та, çапах та тĕлнех тупимарăм. Халĕ мĕн илтнине çырса ярам, кайран, кĕр кунне, тата мĕн те пулсан пĕлсе пырăп тен. Стариксем тĕрли тĕрлĕ калаççĕ. Хăшĕ: кашни çулах çутă уйăх вăл вунвиççĕ курăнать те, анчах вунвиççĕмĕшин ятне пайăрĕпех каламаççĕ. Çулталăкра вунвиççĕ уйăх пуласса пулать те, ятне ĕлĕкренпех уççах каламаçчĕç, тиççĕ. Хăшĕ хĕр уйăх пулаччĕ, тиççĕ; хăшĕ кĕçĕн кăрлач пулать, тиççĕ. Пĕр ватă суккăр анчах: виçĕ çулта пĕре вунвиçĕ уйăх пулать, тит. Вăл кăçалхи çулта, çак иртсе пыракан çулта, вунвиçĕ уйăх пулать, тит. — Вăл çутă уйăх вунвиççĕ курăнасси виçĕ çулта анчах пĕрре пулать. Акă кăçал вунвиççĕ курăнать. Асту халĕ, кăçал ака çине тухас уммĕн (çур-кунне) ватăсем тавлашрĕç. Пĕри калать: ку ака уйăхĕ пĕтрĕ, çу уйăхĕнче тин акана тухатпăр, тит; тепри калать: ăçтан ака уйăхĕ пĕттĕр, халĕ акана та тухман та, ку пĕтнĕ уйăх пушă уйăх, ака уйăхĕ тин тăвать-ха, тит. Кашни çулах, çак вунвиç уйăх пулакан çулсенче стариксем уйăх шучĕсенчен аташса каяççĕ. — Этсемĕр, чимĕр-ха, ку уйăх мĕн уйăх пулать-ха, ака уйăхĕ-и, ай пушă уйăхĕ-и? тиççĕ. Хăйсем вуниккех шутлаççĕ те, вăн уйăх тĕлĕсем килмеççĕ вара. Вуниккĕ анчах шутласан, чăнахах та ака уйăхĕ пĕтрĕ кăçал вăл, акана тухичченех, тулĕк кăçал вуник уйăх анчах пулмасть, вунвиççĕ пулать. Кăрлачă хыççăн кĕçĕн кăрлачă пулчĕ кăçал, унтан нурăс уйăх, унтан пуш уйăх, унтан тин ака уйăх пулче. Ĕлĕк ваттисем çапла шутлаччĕç. Кĕçĕн кăрлача кăларса пăрахрĕç те хăйсем кăçал, вăн хай ака уйăхĕ малтан килсе тăрать. Кăрлачă уйăхĕ кăçал вăл çĕне çула катăлчĕ, кăçал çавăнпа тепĕр уйăх хутшăнать, терĕ суккăр старик. Вăл уйăх йĕркисене ак çаплашутлать: 1) кăрлачă, 2) кĕçĕн кăрлач, 3) нурăс уйăх(х), 4) пуш уйăх(х), 5) ака уйăх(х), 6) çу уйăх(х), 7) çĕртме уйăх(х), 8) ут уйăх(х), 9) çурла уйăх(х), 10) авăн уйăх 11) юп-уйăх, 12) чӳк уйăх(х), 13) раштав. Тата тепĕр старикĕ кĕçĕн кăрлача: хăй ăссĕн уйăх пулна, тесе шутламасть. Кĕçĕн кăрлачă тесе, нурăс уйăхне каланă, тит; нурăс уйăхĕнче кăрлачă уйăхĕнчи пек сивĕ пулнă та, çавăнпа ăна кĕçĕн кăрлачă тенĕ, тит. Тата тепĕр вирял (Тĕмпексем) старикки раштав уйăхне шутламасть, ăна пĕтĕмпех кăларса пăрахать. Ĕлĕк чăвашсен раштав уйăхĕ пулман, тит; раштав уйăхне ĕлĕк кăрлачă тенĕ, хальхи кăрлача кĕçĕн кăрлачă тенĕ, тит. Унтан вара çула çĕртме уйăхĕ хыççăн хĕр уйăхĕ пулнă, тит. Хăй кашни çулах вунвиçĕ уйăх пулнă, тит; тăрсан-тăрсан, ыйтса антăратсан: темскерле, çанла шутлаччĕç пек те, темле — маннă; тăну-пуçу çук-халĕ, ĕлĕкхи пек мар... терĕ. Çапла... Çакăн чул-ха пĕлни-туни. Ӳлĕмрен лайăхрах пĕлейпĕри? Сыв пулăр. Сире салам. С. Орауши. П. Орлов. 26 июля 1911 г. Показания, заключающиеся в этом письме, находят себе подтверждение в словах Г. Паасонена, который говорит: «Кĕçĕн кăрлачă — в некоторые годы, которые содержат в себе 13 месяцев, — второй месяц» (Vосаbularium 1. Tschuv. 69), а также у Иревли. Иревли. Чăнах та, шырасан, чăваш тĕнчинче тĕлĕнмелле япаласем нумай тупмалла. Ман алăра ун пек япаласем чилай. Çав япаласенчен пĕрне, пуриичен чаплине, çыратăн: чăвашсен çулталăк хĕсепĕ хăйсен пулнă. Ăна эпĕ Салтак-ел Питтăпай арăмĕнчен пĕлтĕм; вăл çырăва (грамоте) вĕлмест. — Чăвашсен икĕ çулĕ вуникшер уйăх, виççемĕшĕ вунвиç уйăхлă пулнă. — Ик çул сиктерсе, виççĕмĕшĕнче кĕçĕн-кăрлачă пулать, терĕ Курпун Иванĕ, Пӳлер-Кӳл çынни. Уйăх эрне-куна тиркет (эрне-кун уйăх тумасть); тет ман асатте. Н. И. Полоруссов. Ман асатте Раштав уйăхне асăнмасчĕ. Мой дедушка (со стороны отца) не упоминал месяца раштав. IЬ. Кĕçĕн кăрлач: эпĕ аслă пиччерен (т.-е. кăрлачран) ирттерĕттĕм те, хĕрлĕ вăкăр (т.-е. хĕвел-солнце) хӳрине тăратать те, кулап-ярап! тесе калать, тет. Тюрл. Аслă пиччешĕнчен кĕçĕн пиччĕшĕ ирттерет («февраль и январь»). В этом же говоре после месяца ака-уйăх (уjы̆х) записан канлĕ уйăх, который, кажется, должен бы стоять после çу уйăх; но последнего в списке нет. Юрк. (в откр. письме ко мне из.. Симб., от 12 июня 1911 г.): «уйăх ячĕсем: 1) кăрлаç у., 2) нарăс у., 3) пушă-уйăхĕ;) 4) ака-у., 5) çăв-у., 6) хыт-суха у., 7) çум-у. (ана çинчи курăксене çумланăран кал.), 8) утă у.. 9) çурла у., 10) йĕтем у.., 11) юпа у., 12) чӳк у., 13) раштав у. Пӳркелĕнчи (в с. Бюрганах) чи ватă çынтан ыйтса пĕлтĕм». На одном листке, написанном рукою П. И. Орлова и относящемся к диал. д. Раковой, хыт-суха уйăхĕ поставлен седьмым, а çум уйăхĕ шестым. Нюш-к. (И. Е. Ефимов). Хĕл уйăх 6 уйăх, çăв уйăх — 7 уйăх, теççĕ пирĕн ялти карчăксем. IЬ. 1) Раштав уйăхĕ, 2) кĕçĕн кăрлач, 3) нарс уйăхĕ, 4) юш уйăхĕ, 5) ака уйăхĕ, 6) çăв уйăхĕ, 7) канлĕ уйăхĕ (не «уйăх»!), 8) çĕртмь уйăхĕ, 9) ыраш аки уйăхĕ, 10) çурла уйăхĕ, 11) итем уйăхĕ, 12) юпа уйăхĕ, 13) чӳк уйăхĕ. Эпĕ ку уйăх шутне пăрмай шутласа тăракан карчăкран ыйтса пĕлтĕм. Вăл мана йĕркипе каласа пачĕ. Ытти çынсенчен те, хамăр ялсенчен, ыйткаласан, мана çак эпĕ ыйтнă карчăк (çинчен): лайăх пĕлет у уйăх шутне, çавăнтан ыйт эс уна, терĕç. Çавăнпа ку карчăк каланине ĕненме пур. Вăл чылая çитнĕ çын, 80-сенче. Уф.? Январь-кăрлачă теççĕ, февраль уйăхне нурăс уйăхĕ теççĕ, март — пушă уйăх, апрель — ака уйăхĕ, май — çу уйăхĕ, июнь — çĕртме уйăхĕ, июль — утă улăхĕ, август — çурла уйăхĕ, сентябрь — авăн уйăхĕ, октябрь — юпа уйăхĕ, ноябрь — чӳк уйăхĕ, декабрв — раштав уйăхĕ. Кăрлачă тесе, питĕ кун кăр-сивĕ килнĕрен калаççĕ; нурăс уйăхĕ теççĕ кун ăшă енне кайса, кун йĕпенсе тăнăран; пушă-уйăхне этемпе выльăх çими пĕте пуçланăран калаççĕ; ака уйăхне ака тăваççĕ; çу уйăхне çулла пулнăран калаççĕ; çĕртме уйăхие çĕртме аки тунăран калаççĕ; утă уйăхне утă тунăран калаççĕ; çурла уйăхне тырă вырнăран калаççĕ; авăн уйăхне авăн аштарнăран калаççĕ; юпа уйăхне карта-хура нăкăтма юпа лартнăран калаççĕ (это неверно); чӳк уйăхне пирĕн чăвашсем чӳк тунăран калаççĕ; раштав уйăхне Христос çуралнăран калаççĕ. Тата эпĕ сире каланăчĕ: эпĕ вунвиç уйăх пулать, тенине илтнĕ, тесе. Вăл тĕрĕс мар, теççĕ, вуниккĕ анчах пулать, теççĕ. Только числалă уйăхпа пĕрле тумаç, унтан ялан малтан туса пырат, теççĕ. Кун шучĕсем пурĕ-пĕрех: 31-тен, 30-тан, 28-тан, 29-тан килет, теççĕ. Напр. кăрлачĕ уйăхĕ 18 декабря тăвать, тенĕ чăвашла калентар çинче, чăвашсем те çав таврана калаççĕ. 19 январта нурăс уйăхĕ тăват, 16 февралте пушă уйăх тăват, и т. д. — Месяцы у Г. Паасонена см. в его «Vосаb. 1. Tschuv.», стр. 69, 91, 110, 2, 139, 133, 195, 143, 26, 30, 190, 112. Тоскаево. Кĕçĕн-кăрлаç (январь. Сивĕпе аслă пиччерен ирттеретĕп эпĕ, Кĕçĕн-Кăрлаç. Кĕçĕн-кăрлаç сиввине чăтакăн леш тĕнчере ăшăнать, тет. Кĕçĕн-Кăрлаç çиленсессен, урăна тăла сыр, теççĕ. Кĕçен кăрлаç пит усал, ним парса та нимĕн илмест. Нарăс уйăхĕ (февраль). Нарăсна кĕçĕн-кăрлаç ĕлĕк пĕрре вăрçнă, тет. Кам урасе (= урасене) тĕпеклĕ тăвать? тесе каларĕç, тет, пĕр-пĕрне. — Эпĕ çынна тăла сыртаратăп! тесе каларĕ, тет, кăшкăрса, кĕçĕн-кăрдаç. — Эпĕ ташлаттаратăп, терĕ, тет нарăс. Çавăнпа чăвашсем: нарăс çитсессен, ташла, вăл ташланине юратать, теççĕ. IЬ. Ака уйăхĕ (апрель). Хире ака çитсессĕн, чăваш ака-пуçне тӳрлетет. — Ачам, хире тухсассăн: ака, пулăш, те. IЬ. Çу уйăхĕ (май). Эй ĕненĕм, ĕненĕм (чит. ĕнемĕм?), кай çукурма картаран: ырă-таса çимĕçпе тăрантса ярĕ вăл сана. Çĕртме уйăхĕ (июнь) «Çинçе» килет çинçелсе, тăвăр ĕçĕре часăрах. «Çинçе» (Тоскаево, Т. у.) = «Уяв» (Буинского у.). «Çинçе вуникĕ (12) кун пырать; çак вуник кун хушшинче нимĕскер ĕçлеме юрамасть; çи те, урама тухса вырт». Çинçе иртсен пулнă çĕртмене çĕр хапăл тăвать, теççĕ. Ут уйăхĕ (июль) (Тосваево). Утта пырса çапăнтăмăр; малашне, ачасем, чу касас пек ĕç тăрать; çавăнпа «авалхисене», ан аптăраччăр, тесе, хытă кĕл тумалла. Ки малтан турра «учук» ту; турра кĕл-ту ял-йышпе; çĕлĕкне илсе, ачу-пăчупа ӳксе пуççап. «Турă, сана пĕтĕм ял ял-йышпе асăнаппăр, укĕнеппĕр, пуççапаппăр, сана вăкăр пусса, выльăхпа силлетпĕр. Алăк патне кĕрӳне, тĕпеле кинне пар. Çурт çумне çурт хуш, мул çумне мул хуш». Турра кĕл-туса пĕтерсессĕн, «Çĕр йышне» кĕлтумалла. Çĕр йыш валли тына пусас пулать. Ял йышне, эй çĕр йышĕ, тĕпе питĕ пар, тăррине тутă пар. Пĕр пĕрчĕ акса, пин пĕрчĕ пар; ывăçпа акса, пӳлмепе пар. Çурла уйăхĕ (август). Хире çурла çĕкличчен, «чӳклеме» тăвас пулать. «Çĕнĕ тырă умĕнчен хур пусса, пĕтă пĕçерсе çырлахтар. «Килĕшпеле виçĕ тĕслĕ выльăх-чĕрлĕхпеле, çичĕ тĕслĕ тырă-пулăпала, пĕр витре, виçĕ чашкă сăрапа пуççапаппăр сана, турă, ӳкĕтлетпĕр, асăнаппăр. Чӳклесе пĕтерсессĕн, «Пӳлĕхçе» асăн. Ăна чĕреспе виçĕ куркапа сăра тула кăларса ларт. Унтан вара «Хĕрлĕ çырана» асăн, тата «Пӳлĕхе» ӳксе пуççап. Вара «Карташ пăттине»: «çуратакан турă, çырлах», тесе, виçĕ юсманпа асăн. Унтан «Кепене» хур пусса, пăтă пĕçерсе, виçĕ юсманпа çырлахтар. Кайран «Аслă ырсене» «Кепе амăшне» килĕшпе çырлахтар. Чи кайран çичĕ тĕслĕ выльăх-чĕрлĕхшĕн çичĕ юсманпа «килĕш пăтти» пĕçерсе çи. Итем уйăхĕ (сентябрь). Итем уйăх çитнĕ пуль: «хав, хав» сасă илтĕнет. Юпа уйăхĕ (октябрь). Авăн уйăхĕ (ноябрь). Авăн тетĕмĕ çӳлелле хăпарсассăн, этемме канăçлăх пулать, тет. Чӳк уйăхĕ (13-ый месяц по старин. чув. сч.). Кĕлту, таванăм, ĕç пĕтĕрĕ; ырă чунпа чӳклеме ту. «Симĕс пуçлă кăвакал, вĕççе кай та, веççе кил. Картлă-картлă пашалу, кусса кай та, кусса кил. Вите кутне вăрă пар, карта кутне кашкăр пар» (!). В Б. Олг. записаны назв. мм.: вутойăх (вудоjы̆х), çорлойăх, ан-ойăх, йопойăх, чӳк-ойăх, мăн-кăрлачă (кŏр-), кĕçĕн-кăрлачă, норăс-ойăх, пошă ойăх, акойăх, çу-ойăх. В Н.-Карамалах, Белеб. у., чувашские месяцы соответствуют европейским; их 12: кăрлаç, нарăс-уйăх, пушă-уйăх, акуйăх, çăвуйăх, çĕртме-уйăх, утă-уйăх, çурла-уйăх, авăн-уйăх, юпа-уйăх, чӳк-уйăх, раштав-уйăх. Эти же самые названия записаны мною в д. Питушкиной, б. Курм. у., но только вм. çĕртме уйăх в этой деревне ставят çом ойĕхĕ, а 12-й месяц назван просто раштав. В Ой-к. — счет мм. тоже идет на европ. лад: 1) мăн-кăрлачă, 2) кĕçĕн-кăрлачă, 3) норс-уйĕх (уjэ̆х), 4) пуш-уйĕх, 5) ака уйĕх, 6) вутă уйĕх, 7) хĕр уйĕх, 8) çорла уйĕх, 9) авăн уйĕх, 10) йĕтем уйĕх, 11) чӳк уйĕх, 12) раштав уйĕх. Здесь юпа уйĕх пропущен, а на его место ошибочно поставлен йĕтем-у., который собственно является в др. говорах лишь варянтом названия авăн-у. — В новых книгах на чув. яз. названия месяцев часто употребляются без нарицательного «уйăх» и вполне соответствуют 12-ти мм. солнечного года. Их порядок: кăрлач, нарăс, юш, ака, çу, çĕртме, утă, çурла, авăн, юпа, чӳк, раштав. Кăлентар 1928 ç. Пушăн вун-саккăрмĕшĕ, 18-е марта. Альш. Имена месяцев соотв. европ. назв.: 1) кăрлаç. 2) нарăс, 3) пушуйăхĕ, 4) акуйăхĕ, 5) çăвуйăхĕ, 6) хытсухуйăхĕ, 7) утуйăхĕ, 8) çурлуя-хĕ, 9) йĕтем-уйăхĕ, 10) юпуйăхĕ, 11) чӳк-уйăхĕ, 12) раштав.

уйран хурси

(хурзиы), мутовка для пахтанья. Н. Карм., Изамб. Т. Н. Карм. Уйран хурси, уйран уçлас. СТИК. Пирĕн Чĕмпĕрте чукун мĕлке (памятник Карамзину) пур. Çав чукун мĕлке çинчен çынсем ак мĕн калаçаççĕ. Унта пĕр хĕр-арăм уйран хурси тытсс тăрать. Çав хĕр-арăм уйран хурсипе ют халăх çыннисене хирсе тухнă, тет. Пĕрре вăрçă пулать та, (вырăссене) чист парăнтараççĕ. Пĕр ялта арçынсене чист вĕлерсе тухрĕç, тет. Ун чухне пĕр хĕр-арăм уйран уçлат. Вăл питĕ тĕреклĕскер пулна. Çак хĕр-арăм çуйăхнă, çапăçнă сасса илтет те, уйран хурси йăтса, сиксе тухать та, тăшмансене чист (правильнее — чыст) хирсе тухать. || Назв. травы (курăк). Альш. Рак. № 77.

уйрăм

ойрăм, отдельный, отдельно; разница; особенно: часть. Г. Т. Тимоф. Санпа манăн уйрăмми мĕн пур? Что у меня с тобою не общего? (т.-е. все общее). IЬ. Санпа манăн хутлăхра мĕн уйрăмĕ пур? Какая разница между мною и тобою? Шел. П. 66. Çавăнпа вăл пире (холст) кашни вилĕшĕн хăйне уйрăм парне туса каснă, çĕлесе тăхăнма çиппе йĕп те чиксе хунă. Юрк. Чăвашсем ытти çынсене пăхнă çĕрте хăйсене уйрăм çынсем иккенне вырăссем чăвашсене тĕне кӳртнĕ вăхăтсенче тин пĕлсе çитнĕ. Б. Араб. Б. Унăн тĕсĕ хăраман çынна хăрушă та мар иккен (оказывается): ахаль ват çын тĕсĕнчен пĕрте уйрăм мар. Орау. Икĕшĕ пĕр-пĕрннчен уйрăмах, никам та: пĕр тăван, тесе калас çук. Юрк. Çуккисенĕн туй йĕркисем пуяннисене пăхнă çĕрте нумай уйрăм. || Разница. Юрк. Ку чӳкре уйрăмĕ çавă: хĕле кĕнĕ йĕркепе чӳк тунă чухне турă çулне укçа улăхтараççĕ. Тимерс. Вăрă хĕрнĕ ясар хĕр çак вăйăра уйрăм пур. Çутт. I, 115. Алмаспа çĕпре-амăшĕн уйрăмми мĕи пур? N. Хĕртен хĕр уйрăмĕ пур. Девица девице рознь. || Особенно. Ольга. Вăл ĕçсем уйрăмах паллă тăраççĕ, пире те ырра вĕрентеççĕ. Юрк. Хуран яшки парпа пиçнĕрен, уйрăм тутлă пулать. Тĕтĕм тути каламас. Хыпар № 9, 1906. Анчах вĕсен тĕнĕ вырăссеннинчен кăш уйрăмтарах. Халапсем. Акнă пĕр тыррисем ĕлĕкхине пăхнă çĕрте уйрăм темĕн тĕрлĕ вăйлă аван пула пуçлаççĕ IЬ. Çĕнĕ çуралнă чунсем уйрăм аванăн курăнаççĕ. IЬ. Чăваш лашисем уйрăм вак пулаççĕ. || Отдел, часть Жит. св. янв. Вăл, хăй виличчен, пĕр кĕнеке çырса хăварнă, вăл кĕнекере тăватă уйрăм (четыре отдела).

уйрăмăн

в отдельности. Хори-Сирма (Чеб. р.). Çак сăмахсемпе (двойными сдовами) пуплеççĕ, анчах уйрăмăн пĕр пайне илсе пăхсан, ăнланмалла пек мар.

ука

(уга), позумент. Чертаг. Альш. Аппа ука тĕртет-çке, çутă пулма çӳрет-çке; качча купăс калать-çке: хĕр илĕртме çӳрет-çке. Юрк. † Çӳçĕмсене вырăсла кастартăм, вăр çавăрса, чăн ука тыттартăм. Юрк. † Ылттăн ука-шăрçасем пасарта çук. Ука и шăрçа здесь две разные вещи? М. Туваны. † Пирĕн Тумккă хĕрĕсем катар кутлă шупăрпа, симĕс тĕслĕ саппанпа, ука янă пыçхипа. Чув. сб. I, 91. † Ай-хай, сарă утçăм, сарă çилхеçĕм, ылттăн ука шел мар çитлеме. Якейк. † Ай, пичи, хĕр кортăм: сар ока пак çӳçĕ пор, ленттĕ-хăйю сăнĕ пор, йăс пăралок кĕлетки, çормала пуçлă çăнати, покранимер копарчи. Шаймурз. 429°. Ука пĕрнĕ енчĕк. Кĕвĕсем. Елшел ачи шав ука, çути ӳкрĕ хĕр çине. Кĕвĕсем. 77. † Çак тăвансем пирĕн таçтан паллă, куç харшийĕ хура, çӳçĕ ука. Хорачка. Пасартан илеччĕ (= илеççĕ) çутă ока (оҕа). Якейк. Ока пĕрчĕк çӳçĕ пор. Ч. П. Сарă ука пек çӳçме ӳстертĕм. Ч. П. Ылттăн ука шăрчăк. Юрк. † Маттур хĕрсем чĕнтер яваççĕ, чĕнтер яваççĕ, ука çавăраççĕ. Якейк. † Ока пĕрчи çӳçĕ пор (у девушки. Свад. песня). Альш. Çиччĕн явнă укаçăм, çипне тирнĕ нухратçăм. || Ука — какая-то часть растения zea mais (кукурузы). || Личн. яз. имя женщины. Рекеев., Рысайк.

Оккошкă алакĕ

ставни. В. Олг. Оккошкă алакĕ хопса кĕр, хут-хут тохасси. Тепĕр хут тохиччен, çак оккошкăя хопса кĕр.

укçа

окçа, деньгн. N. Эп те сан пекех кăçал хам укçапа сĕт илнĕ (покупал). Регул. 1091. Эп окçашăн ĕçлетĕп. IЬ. 1326. Ман окçампа ослам тăвать. Хава окçишăн пит макăрчĕ. IЬ. 1540. Эп хам окçа çинчен (на свои деньги) илтĕм. Чăвйп. 26. Хăй тыррине çимен, сутса, укçа туса тăнă. Ч. С. Ку хура укçасене ăçтан тупрăн тата ачам? терĕ. (О деньгах киремети). N. Хай пурлăхне сутса, укçа туса (выручив д.). N. Укçа чул кастарать. (Послов.). Н. Шинкус. Тет. Сирĕн кил-çурта пĕтĕмпех пасса пĕтернĕ, ют турă укçисем пăрахса тултарнă... Нюш-к. Халь у (эти) укçасене шуйттан аллинче, теççĕ. К. С. Пĕр çĕр теннĕк ытларах укçа тытма шутларăм выльăхсенчен. Изамб. Т. Епле, укçа (страховые деньги) тухмалла-и? Мĕн чухлĕ-ши? Собр. 353. Ылттăнтан укçа çаптартăмăр (велели начеканить). † Ала, 58. Хамăр ялсен хĕрĕсем укçа çинче палăрмасть (все в доньгах). Альш. Авалхи кайман укçа, старинная монета (или деньги), которая(-ые) уже вышла(-ли) из обращения. Козм. Ĕлĕххи çынсем: укçа пытарсан, вилсен, укçа çуттине пурăнатнăр, теççĕ, тет. Регули 1521. Лаша лайăх, çамрăк вăл, окçа тăрать. Регули, 1081. Эп он окçи çинчен (за его счет) илтĕм. IЬ. 1101. Окçам çок, утăм лайăхчĕ. Янтик. Сан укçа пур-и? Пар-ха мана пĕр-икĕ пус (спрашивает тогда, когда спрашиваюшему самому нужны деньги). Сан укçу пур-и? Укçу пулсан, кай! Говорят, когда человек хочет ехать куда-ннбудь, и хотят удостовериться, есть ли у него деньги. IЬ. 1268. Эй окçан (деньгами) памăп сана, таварăн (таварпа) парăн. IЬ. 1324. Вăл ман окçама (окçамăран) илчĕ. N. Укçаран пурăнап-халь, аптрамасп. Деньги у меня пока есть, ничего, проживу. N. Эсĕ çак укçапа (на ати деньги) юсма (лестницу) тугарса кил. Етрухин, Цив. Авалхи çынсем укçа пăрахни. Авалхи çынсем епле каска пуканне пуççаннă. Çакă пуççапу пирĕн ялтах пулнă, Кивĕ Енккассинче, Çутри касра. Çутра пĕр карчăкпа ватă упăшки пулнă, усен ача-пăча пулман. Çавсем килĕнче кĕлĕ теекен тӳркĕлли пулнă, çавсен каски пуканĕ ăшĕ хăвăл пулнă, çӳлĕш пĕр аршăна яхăн. Çакă пукан ĕлĕкхи ĕмĕрхи, пĕр 2 çĕр çула яхăнхи пулнă, вара ялта кам шыçă чирĕпе, кăшне асат хуçнă, е урисем тукмак пек шыçсан, вара усен юмăçи çанта тӳркĕллине пуççапма, парне кӳме, каски пуканĕ ăшне укçа яма хуша-хуша янă, тӳр кĕлли парни пăкани тунă, уна питĕ лайăх тумлантарса, вĕтĕ кĕмĕл тенкĕсем, нухратсем çакнă. Çапла вара, çакă каска пуканне пуççапма кайсан, пăканнне каска пуканĕ çумне тăратнă, ăшне укçа янă. Çакă парнесене кӳни ĕлĕкхи чăвашсен килĕнчи чирленĕ çын чунне вилес вырăнне пулнă; вăл акă епле пĕлтернĕ: чăвашсен е пĕри-пĕри чирлесен, шыçă е асат хуçа пуçласан, вара вĕсем каланă: ĕнтĕ тӳркĕлли килсе кĕчĕ; пĕр киле кĕрсен, пĕтерĕ ĕнтĕ вăл, вĕлермес çине килсе кĕрекен мар вăл. Часрах, çак чуна асанлантарнине курсан, чун вырăнне пăкани туса, кайса, лартнă, укçине каска пуканне янă. Ĕлĕк, çын вилсен, виллс укçа паннине пĕлтернĕ. Çапла тӳркĕлли ыйтнă чун вырăнне пăкани чирленĕ ячĕпе лартнă. Çынни çапах та черлеймен, çакă чирсемпех асапланса вилнĕ, вара кил-йышсем каланă: эй мăрăнтан (чит: мăнтарăн) тӳрĕ кĕллийĕ, пирĕн парнене хапăл илмерĕ, çын чунех кирлă пулчĕ пуль! тесе шухăшланă. Çапла тӳркĕлли ял хушшинче питĕ пысăк пăхăнтару пулнă, теччĕç ваттисем. Сред. Юм. Укçан хулхине касман. Укçан хулхине касман, тесе, укçана, çĕтсен те, шыраса тупас çук, тесе калассине калаççĕ. N. Ĕлĕххи çынсем: укçа пытарсан, вилсен, укçа çуттипе пурăнатпăр, теççĕ, тет. Орау. Кăсяри укçа кăшкăрать вĕт вăл. Пирĕн кăсяра укçа тăрналла кăшкăрать вĕт вăл. Кăсйинчи укçа чикет пуль (т. е. когда заведутся деньжонки, то так и подмывает их истратить). Собр. 85. Чӳл-Хулара укçа салатакан усал пур, тет (чорт, раздающий деньги).

уличе

(ул'иџ̌э), околица (ворота). К. С. || Уличе — село «Алешкино», Сент. у. Алешкино ят унăн ак мĕнрен тухнă. Ваттисем сăмахĕпе, çак хальхи Уличе вырăнĕнче ĕлĕк сĕм вăрман пулнă. Унта пĕр улпут пурăннă. Çав таврари çĕрсем, вăрмансем, тата хура халăх ялĕсем те çав улпутăнах пулнă. Вăл Алешка ятлă пулнă. Унтан инçе мар тата тепĕр, усал-ĕскер, улпут пурăннă. Унăн каллах куннĕ пек хура халăх пулнă. Вăл хура халăха пит усал тыткаланă, вĕтнĕ (хĕнĕнĕ). Çавăнпа хура халăх, ун патĕнчен тарса, Алешка улпут патне пынă. Вĕсем унта, вăрмана касса, ял тунă. Çав улпут ячĕпе вара вăл яла вырăсла «Алешкино» тенĕ.

улăп

олăп, исполин. Сĕт-к. Олăп — степной богатырь. IЬ. Ĕлĕк авал олăпсам полнă. Вăсам пит пысăк полнă. Хăрах çăпатине салтса, тăприне силлесен, тем пушшĕ тĕмесем полса йолнă. Атан-çырми çил-арманьсенчен леререхра çам пак ик тĕме пор: пори пысăк, тепрн пĕчĕк. Пысăккине Мăн-тĕме тиççĕ. Сред. Юм. Сĕве шывĕн сылтăм енчн сăртпа Юмаш сăрчĕ çинчен ôлăнсем пыралла вылянă, теççĕ. IЬ. Пиртен малтан олăпсем порăннă тет, çав олăп ачи пĕри, пирĕн пик çынна тусан, çав çын соха сохалашше корнă, тет те: мĕнле каяк ко?, — хăй пĕчиккĕ-çиç, çапах çĕре хоратать! Киле илсе тавăрнса, аннесĕне катартам-ха, тесе, çав пирĕн йăхлă çынна хăйне, соха-пуçне, лашине, пôрне те пĕрле кăсйине пуçтарса чикрĕ, тет. Илсе тавăрнсан, амăшне: эп пĕр каяк топрăм, тесе, кăтартать, тет. Амăшĕ: ай, ачам! кô каяка кăçтан тытнă, çавăнтах кайса яр; пиртен вара çак çынсем порнĕç пирĕн вырăнта, тесе каларĕ, тет те, вара ачи çав çынна хăй вырнех (= вырăннех) кайса ячĕ, тет. Çав çынтан вара çак халь порнакан çынсем полнă, тет. Б. Акса. Улăп ятлă пит пысăк çын пурăннă, тет; вăл çăпатинчен тăприне силленĕ, тет те, вара тĕме пулса юлнă, тет. Орау. Улăп, питĕ пысăк çын пулнă, тит. Утса пынă чухне, эпĕр халĕ арăм-утисене пĕç-хушшине тăва-тăва хăварнă пек, вăрăм йăвăçсене пĕç-хушшине туса, утса çӳренĕ, тит (деревья проходили у него между ног). Н. Карм. Пысăк пӳрт пулсассăн, вăл пӳрте вара: улăп пек пысăккă, теççĕ.

улăх

олăх, луга по берегам рек. Микушк. Улăх = луга но берегам реки. Н. И. Полорус. Улăх — шыв хĕрринчи çаранлăх. К.-Кушки. Улăх — заливные луга. Сред. Юм. Атăл улăх улма пик, пирн пиччесем улпут пик. Янтик. Улăх — луга на ровном месте, по берегам или около берега речки. Сред. Юм. Олах — ровная, низкая, весной затопляемая местность по берегам рек. О сохр. здор. Çур-кунне шыв, çырмаран тухса, улăхалла сарăлса каять. || Луга на берегу реки, поросшие кустами. Паас. || Луга вообще. В. Олг. Олăх = луг вообще. Орау. Çил улăхран вĕре пуçларĕ. Подул луговой ветер. || Мелколесье. Ст. Чек. Улăх — вак йăвăçсем, хăвасем, вĕренесем, каврăçсем, пилешсем, çĕмĕртсем ӳсекен вăрман. Ст. Чек. Çак çулпа пырсан-пырсан çак çул урлă пĕр çул каççа каять; вăл çулпа каяр та, улăха кĕрĕр; улăхра çул икке уйăрăлат, сылтăм çулĕпе каяр вара эсĕр. П. Пинер. † Аслă улăх витĕр çил вĕрет, çĕмĕрт çеçки çыхланать. N. Ула-каяк явине улăхĕпе шырăн, тупаймăн. Юрк. † Улăх витĕр тухнă чух, çĕмĕрт çинче пирĕн куç. Ст. Ганьк. Аслă улăх варринче вăрăм чăрăш тăрринче, куккук ларать авăтса. По объясненню чув. из. д. Богдашкиной (Пухтел), в улăхе могут рости и крупные деревья (пĕрене пеккисем). || Реденький, вырождающийся лесок. Изамб. Т. Пăртак йывăçсем пулать унта (кусты и пр.). || Якейк. Олăх — луга (всякие), но без травы, напр., зимою или после сенокоса, когда уже все убрано. См. çаран. || Прогалина, поляна в лесу. Ст. Чек. Улăх — вăрман уççи. . Улăхран каяр. || Именево. Улăх — пысăк уй. || Иногда имеет значение острова. Череп. || Назв. местности около Анатри-Каччел. Нижн. Качеево. Вăл ялти хăвалăха Улăх теççĕ. || В след. примере точное значение слова установить трудно. Собр. 118. Аттепе анне хушшинче улăх пек (= пысăк) пĕвĕме ӳстертĕм. N. Ăрама улăх пак пӳрт янтăрать. Ч. П. Улăх тăрри улма пек. || Альш. Улăх — хир ячĕ (назв. поля). || Назв. селения Олыхи, Ядр. у. Магн. Олăх хопламăш, ачи-пачи пăчламăш.

улма-явăççи

яблоня. Çак хăтапа тăхлачăн пӳрчĕ умăнве улма-явăççи ӳсет. (Такмак).

улмалути çулçи

назв. растения. Рак., Кайсар. № 60. Улма-лути çулçи. Вăрманта çырма е лачака таврашĕнче ӳсет. Ăш хытса кайсан, çак курăка та вĕретсе ĕçеççĕ. Çăпан тухсан, çулçине çу сĕрсе çыпăçтараççĕ. Ăш ыратнăран улмине те çиеççĕ.

ултала

обманывать, лгать. N. † Çак тăвансем патне эп килсессĕн, улталарĕç мана куркапа. Сĕт.-к., Чураль-к. † Эпĕр туя кайман-и, инке илсе килмен-и? Отмăл копа айĕнчен олталаса клартăмăр, çитмĕл копа айĕнчен çнтĕнтерсе килтĕмĕр. N. Улттăн çиччĕн пĕр пулса, улталарĕç аппана. N. † Улттăн-çиччĕн пĕр пулса, улталарĕç пултăра. || Stuprare. Якейк. Олтала.

олта

(олда), неизв. слово в детской песне без особого смысла. Отсюда Якейк. † Олттăн, олттăн, олта йывăç кĕлетки, чалăш-чалăш çĕр çинче, вошк сома панă, тет; Сăрина, Мăрина. Эс те чипер, эп те чипер, чăн чиперри çак ача. (Вăйăри йорă).

улти

неизв. слово в песне без смысла. Синьял. Улти, улти улма явăç(ç)и кĕлетки, чалăш-чăлăш чаруна, марӳна. Эс чипер, эп чипер, чăн чиперри çак ачи. Собр. Улти, улти улма явăç, кĕлетне, чалăш-чăлăш кĕлетне, вуник салма сутрăмăр. Тайруна, Майруна, эс чипер, эп чипер, чăн чиперри кунта кил! (Сăвă).

олттăнла

назв. детской игры. Якейк. Ачасам карталанса тăраççĕ. Ик хĕр-ача пĕри шал енчен, тепри тол енчен хире-хирĕç тăрса: «Олттăн, олттăн, олта явăç кĕлетки; чалăш, чалăш çĕр çинче воник сома панă, тет. Сарина, Марина, эс те чипер, эп те чипер, чăн чиперри çак ача». тесе, çавăрнаççĕ. — «Эс те чипер, эп те чипер, чăн чиперри çак ача», тесе, кам тĕлне çитеç, çана картаран кăлараççĕ. Ачасане картаран кăларнăçеммĕн хыçала тепĕр карта полса пырать. Валтанхи карти пĕчĕкленсе пырать (онтан кăларса пыраççĕ), хыçалти карти пусăкланса пырать. Чăн хыçала валтанхи картаран ташлама пит маçтăр ачая (хĕр-ачая-йи, ар-çын ачая-йи — çавах) хăвараççĕ. Ăна каран полнă картая кĕртеççĕ те, тотапа сăвăсам каласа (наигрывая на губах) ташлатаççĕ. Каран калях çĕнĕрен пуçлаççĕ.

ум

грудь. Умна ан варала. П.И.Т. Хĕрсен умĕсенче, пуçĕсенче ялтăр-ялтăр анчах палтăртатса тăраççĕ. Я. Турх. Унăн (у пьяного) пичĕ-тумĕ пит тусăннă, пуçĕ — умне малалла усăннă. Альш. Умăм тулли сăркам пур. Юрк. Ятăрсем те аслă, умăрсем çутă. Чураль-к. Манăн умри кĕмĕлĕм Атăл çутти пултăр-и; манăн çири чаршавăм Атăл çитти, ай, пултăр-и. См. чаршав. Регули. 1126. Ома саппан çак. Дув. † Çураçнă хĕр умĕнче талир тенкĕ килĕшет. Альш. † Умăр çутă та, çийĕр хĕрлĕ. Буин. † Урамăрсем вăрăм та, ай, утмашкăн, вырăсла та хапхăрсем, ай, уçмашкăн. Ай-хай, пĕвĕр çӳлĕ, умăр ука, вăтанатăп куçăртан пăхмашкăн. Альш. Эпирех те кунтан кайсассăн: умăртан хыçăр, тесе ан калăр (т.-е. скатертью дорога: лучше смотреть вам в след, чем в лицо). N. Эпирех те кунтан, ай, кайсассăн: умăрпа хыçăр, тесе те ан калăр (ошабка). Юрк. Эпир кунтан кайсассăн: умăр-хыçăр, тесе ан калăр (что для вас безразлично, смотреть ли нам в след, или в лицо: скатертыо дорога.). Сборн. Эпир кунтан тухса кайсассăн: умĕнчен хыçĕ, тесе ан калăр. N. † Сарă порçăн саппунне омала çакрăм (= уммалла?). || Грудь рубахи. Ч. П. Хм — грудь рубахи. Юрк. Кĕне умĕ. Альш. Улача кĕпенĕн умĕ ука. Ч. П. Умсăр-хыçсăр ан татăр (кĕпе). См. ум.

ун

(ун), он (он), его, ее (род. п.). Альш. Ун арсăрлăхĕ. . Ун иккĕленни. . Ун вăрттăнлăхĕ. IЬ. Ун наянĕ. . Ун никечĕ. . Ун паллаканни. Изамб. Т. 90°. Эпир ун йышшĕ мар, хĕр енчисем ташлама тытăнсан, усене тĕрте-тĕрте яратпăр. СТИК. Ун мĕн сутни ăнса пырать. Альш. Ун хисепĕсем. Сред. Юм. Õн пичĕ çерçи çăмарти пик, тесе, хора-тотлă çынна калаççĕ. Б. Хирл. Сăнчăр кăкар та, сăнчăрăн пĕр вĕçне çак çăла яр, эпĕ ун (унпа?) çыхăнăп та, вара эпĕ тухăп, тесе каларĕ, тет.

унччен

унччин, до тех пор; раньше того времени, заранее. Альш. Çак аслă урам варринче, эпир каятпăр çулпалан. Те каятпăр, те каймастпăр, унччен куллен çунатпăр. Изамб. Т. Унтан вара хăех шырама кайрĕ. Унччен мана хĕнерĕ. N. Пĕр çĕмĕрсен, пушали хĕрт ачăна, ăна унччен пăхаççĕ, — астутараççĕ. || Употребляется в некоторых чувашизмах. Шорк. Пасарне кайсан та, нимех те илес çукта, онччен кайса çӳрени... На базаре тоже хотя ничего особенного не купить, но все-таки прокатимся. IЬ. Ку вĕренме çӳресен те, нимех те вĕренес çок та, онччен кон ирттерсе çӳрени. IЬ. Ку кошак çуринчен кошак поласси çок та ĕнтĕ, онччен осрани. Хотя из этого котенка едва-ли выйдет порядочная кошка, но держим, пусть живет.

унччен те пулмарĕ

, унччен те пулмас, унччен та пулман, унччен те пулмин, вдруг. Букварь 1906. Унччен те пулмарĕ, тет, ку, арăмсем шыв ăсма анаççĕ, тет. N. Хайхисем лашине шарт! çапса вĕçтерсе кайрĕç, тет, ĕнтĕ, унччен те пулмарĕ, тет, хыçалтан ею тухса илчĕ, тет. Иваново. Унччин те пулмарĕ, пирĕн киле кантратти арăмĕ чупса кĕчĕ. СТИК. Унччен те пулмарĕ, хăй хĕр ашшĕ персе те çитет. Не прошло и часу, как отец невесты прикатил. Ау 14. Упа, унччен те пулмас, ялт! сиксе каять. Юрк. 35. Унччен те пулмас, хай кушак çинчи çунакан сӳсрен вучĕ улăмпа витнĕ пӳрт тăррине ярса илет. Артюшк. Унччен те пулмасть, хĕр хĕçпе пуçне касса татат. Бай. Унччен те пулмас, не долго думавши. Унччен те пулмас, ку вилнĕ Ивана туртса кăларчĕ, тет те: ку мĕн тата сирĕн? тесе ыйтать, тет. Ст. Яха-к., Ядр. Çынсем вара, пурте кĕлĕрен киле тавăрăнса пĕтсессĕн, пăртак апатсем çикаласа, сăра ĕçкелесен, хăйсен çемйисемпеле пăтă кам кампа чӳклесси çинчен канаш тăваççĕ. Унччен те пулмаçть, пĕр-пĕр хурăнташин ачи е хĕрĕ, пырса: пирĕн пата чӳклеме ачăр, тесе, чĕне пуçлать. Сир. 306. Унччен те пулман, курах кайнă: тем пек çуйăхса, кĕрлесе пынă, хĕрĕ таврашĕсене темĕн чухлĕ турттарса пынă. Эльбарус. Унччен те пулмин, çак кĕпер патне икĕçынанчĕç. Тогаево. Онччен те полмин, пирĕн омран хай токмак çол орлă каçса кая парать. Чăв. Йум. 1919, 8. Унччен те пулмин ачана ярса илчĕ те, чышкино, шăла çыртса, чăмăртаса, çав ачана чышкă тăхăнтара пуçларĕ. Чăв. юм. 1924, 35. Ха, кунта çын шăрши кĕрет! терĕç те, капан йĕри-тавра кускала пуçларĕç. Унччен те пулмин, мăйракисемпе капана, йăвантарас тесе, тăрслаттарма тытăнчĕç. Эльбар. Онччен те полмян, ман патналла, çамка çинчи сăнакне çутатса, питĕ хытă стрелок чопса пыма пуçларĕ.

уна

она, валять (тесто). Пшкрт. Шибач. и др. Онарăм, замесил. СПВВ. ИФ. Чуста унас, е çăкăр унас, теççĕ. Сред. Юм. Çăкăр пĕçернĕ чôхне кăвас чôстине ôнаççĕ. Чув. календ. 1910. Çак чустаран кайран 8—10 татăка уярса çăкăр унама та пуçлаççĕ вара. Н. Леб. Тул чусти пек çăрăпăр, пашалу пек унăпăр. Трхбл. Эп сире унăп! Я вас изомну как тесто! (брань, угроза).

унăн-кунăн

туда и сюда, в том и этом наиравлении. Ала. 94. Унăн-кунăн шыракаларĕ-шыракаларĕ те, ачине ниçта та топаймарĕ, тет. Дуван. Çак хуçанăн аслăк тăрринче пĕр кăркки пур, унăн-кунăн кускаласа çӳрет. || Орау. Вăл хĕр çинчен унччен унн-кунн сăмах тухманччĕ (никаких дурных слухов не было).

упате

опăте, обезьяна. Чертаг. Упăте çынна кăтăкласа вĕлерет. (катти пар та катти пар, тесе, шăла каларса илесшĕн). Сунч. Упăтенĕн йĕмĕ çук, ташлаканăн ăсĕ çук. Орау. Пичĕ-куçĕсем упăте манерлĕрех пулаççĕ вăсен (у татарок). IЬ. Ах упăте! (Брань еtс.). СПВВ. ИА. Упăтесем ăшă çĕрте пурăнаççĕ. К. С. Упăте шăлшăн каççа каять, çыннăн шăлĕсене кăларса илет те, ачисенĕн мăйне çакать; çынна кăтăкласа вĕлерет, лаши çине утланса чупма юратать. IЬ. Икĕ çын упăтене тĕл пулнă, тет те, унтан хăраса хăвăл юман каски ăшне пытаннă, пуçĕсене чиксе выртнă, тет. Пĕри пĕр вĕçĕнчен, тепĕри тепĕр вĕçĕнчен. Упăте пычĕ, тет те, иккĕшне те пăххăрĕ, тет. Унтан тĕлĕнсе каларĕ, тет: ай туру, ай туру! ку мĕлле çын пуччĕ? — пĕр енчен пăхап — кутакки, тепĕр енчен пăхап — кутакки! тесе каларĕ, тет. IЬ. Е, упăте! Темĕскер курăнасса пĕлмест (может решиться на все, и на бессовестное и на неприличное). IЬ. Çав туй халăхĕ упăте пек сиккĕрĕ. . Упăте пек — неряшливый. Календарь рукоп. Прокоп. Ачисен (их) пичĕсем упăтенĕ пек (грязны). СТИК. Упăте çап-çутă пуçлă, пушă пӳртсенче, ахаль, пурăнакан пӳртсене те ерсе аптăратса пурăнать. Пĕрре çапла пĕр çыннăн икĕ пӳрт пулнă, тет; пĕр пӳртне упăте ернĕ, тет. Пĕрре ку çын патне упа ташлатакан кĕрсе выртнă. Упине çак пӳрте вырттарчĕç, тет. Каçпа упăте пырать та, упана чис, кăтăкласа ăнтан ярать. Упа сиксе тарать та, кăна çĕклесе çапать. Çакăнтан вара упăте пымарĕ, тет. || Ст. Чек. Один чувашин, ходивший утром в воскресенье в лес, воровать лыки, видел в овраге совершенно голую женщину, сидевшую и расчесывавшую свои длинные (до колен) волосы гребяем. Это была упăте. IЬ. Женщин растрепанных, грязных, нерях называют упăте. Сурпанĕ хап-хура, пуçĕ туснă, упăте пек ларса пырать. Шел. 137. Акă икĕ çын, вăрмана кайсан, упăте курса... пытанса выртнă.

упăтĕк

какое-то восклицание. Пис. Мăн-кĕрӳ хытă сасăпа кăшкăрса калать: «Упăтĕк!» тет. N. Унтан вара, çак сăвăсене юрласа пĕтерсен, мăн-кĕрӳ калать, ларакан халăх çинелле пăхса: «Упăтĕк!» тет. Вара халăх тăрать те, ларакан ваттисене пĕрен чуп-тума тытăнаççĕ; чуп-туса пĕтерсен, вăй-кил уйăрма каяççĕ.

ура

ора, нога. N. Эпĕ, урана салтса, хăпарса лартăм сак çине, урасене кăмака чĕрçи çине хурса. Якейк. Ора посма вырăн çок. Негде ногою ступить. Альш. Ĕлĕк вăл (Етремен), ку енче те, леш енче те вăрман чухне, çын ура ярса пусса каçса каймаллаччĕ, тет. N. Виç урипе каялла чакса пырать, çăварĕпе, пĕр малти урипе çăкăр татăкне сĕтĕрет. Букв. 1904. Ура салтсах выртма пуçланă (больная). Алик. Ай, килеми, килеми, ура канли (кан'л'и) кӳтĕмĕр. (Свад. п.). Изамб. Т., КС. Атта çара уран тăхăнсан, ура хăпарать. Богдашк. Тăрăс, тăрăс ташлама тимĕр ура пулинччĕ. N. Ура алăк хушшине пулсан (если прищемишь), çын килет. Сред. Юм. Ĕнер-çиç чипер çӳретчĕ, паян ора çине те тăрайми чирлесе выртать. Вчера был здоров, сегодня уж и на ноги вставать не может. Ч. С. Ун чухне ачасем пит ӳсĕр пулаççĕ, урисем çине те аран-аран тăраççĕ. Урмай. Ури çăмăл юлсассăн, килес çул кайлах килĕпĕр; ури йăвăр пулсассăн, çич çулсăр та килмĕпĕр. Скотолеч. 13. Шыв е сĕлĕ пуринчен ытла малти урисене анать. Трхбл. † Аттепе аннене лартар-и, ик уринчен тытса тайлар-и. Альш. Ура салттараççĕ хĕве хупсан. Хĕрĕ каччинне салтать. Зап. ВНО. Ăçта каятăн, икĕ ура? — Тватă урана шырама. — Ăçта каятăн, тватă ура? — Ултă урана шырама. — Ăçта каятăн, улт ура? — Выртнă упана тăратма. (Çара-çуна). Изамб. Т. Пĕр урипе сиксе каят. Чăв. й. п. 31. Апат хытнă çăкăрне, лармасăр, ура çинченех (стоя на ногах) çикеленĕ. Н. Лебеж. Виç хĕл каçан вăкăрне шур парнене тытрăмăр; ури çинчен пусăпăр, ăна туй халăхне валли тăвăпăр. Сред. Юм. Õра сыраччин йôрласан, каç пôлаччин йĕрет, тет. (Поговорка). Хăр. Паль. 5. Акă Палля тĕлĕнчен пĕр уксах ача хăрах уранăн сиксе кĕвĕ. N. Если урине (у молодушки) курсан, вара пĕр мăшăр чулха илсе парас пулать кинĕн, е кĕрӳшĕн хунĕсем патĕнче. Беседы о землед. Пĕр татăк хытнă çăкăршăн та ураран ӳкиччен ĕçлетĕн. N. † Урасем пусрăм та, куçма хĕсрĕм — ухмах иккен хĕрĕрсем, сисмерĕç. N. † Савнă тантăш аса килнĕ чух ура çинчен (наяву) тĕлĕк куртăмăр. N. Ăна вара ура тупанĕ патне хурса тĕтĕмне кăлараççĕ. (Тĕтĕрни). Ст. Чек. Аллупа пар та, урупа çӳре. (Послов.). Пизип. Пĕр карта сурăх, пурте пĕр ура тăрăнче тăраççĕ, (Купăстасем). Юрк. Урисене пуçтарса ларсан (гуси)... Пшкрт. Молҕас' иҕоран ларза-да, хы̆лҕизäм анцак коры̆начы̆. М. Васильев, № 3,44. Пăхаç кăсем ирхине — тотар лаши орине тăсса выртнă (околела). Сред. Юм. Кошак ôри чоста, ман ôра тимĕр! Пĕчик ачасем çӳлĕ çĕртен сикнĕ чôх çапла каласа сикеççĕ. Орау. Ура çинчен янă. Futuit stans. Ст. Чек. Пӳрте кĕнĕ чухне алăкпа урана хупсан (прищемишь), хăна килет. N. Манăн урасам утми пулчĕç. Сред. Юм. Ора сырма кил! тесе, ирхĕне ирех хуçисĕм вырăн çинчен тăраччин пыракан çынна калаççĕ. Орау. Тухса кай кунтан халех; нихçан та ман килĕме уру килсе ан пустăр! Букв. 1904. Çырла вĕçĕ-хĕррисĕр, ура пусма та çук (негде ступить). Сред. Юм. Ора-ал пит ыратать. Руки и ноги болят. О сохр. здор. Урпсемпе тапкаланса выртма. Ст. Шигали, Цив. у. Унтан-куптан юлмин, пирĕнтен пит инçех мар, пĕр çын чупса килни курăнчĕ те, эпир лайăх пăхмасăрах урана кута лектерсе чупа пуçларăмăр (во весь дух). Альш. Ура хурса ӳкерес. Свалить, подставив ногу (= такăнтарса ӳкерес). КС. Орау. Хăй кулать, калаçать, ури çĕре перĕнмеçт. IЬ. Таçта çухалчĕ кушаккăм, аванччĕ. Урана чăссан, ура урлă сикеччĕ, тата, кайри урисем çине ларса, слушит тăваччĕ. Букв. 1904. Эпĕ вара урана çĕре тивретмесĕр (= тивертмесĕр) киле çитсе ӳкрĕм те, питĕрĕнсе лартăм (прибежал во весь дух). N. Ураран ӳксе, вырăн çине выртнă. N. Çав пичĕкен тĕпне ура тивмест; пӳ ярсассăн, пӳ çитмест. N Ватă юмансом те ӳкеççĕ, тет, ураран (валятся). СТИК. Чăхă урине хĕр-ача çисен, тĕрре пĕлмест, тет. Чув. прич. о пог. 229. Хур пĕр уранăн тăрсан. Если гусь стоит на одной ноге. || Доля, равняющаяся одной четверти заколотого животного. Сред. Юм. Миçе ора кĕтĕн? Çак çолсĕнче выльăхсене оралашса пусаççĕ; пĕр ора кĕнĕ полсан= 1/4 части коровы; çор ора кĕнĕ полсан= 1/8 части коровы; ик ора= 1/2. || Активный участник воровства, знающийся с ворами из других селений и помогаюпшй им воровать,в своей деревне. Якейк. Ялта япаласам çохалсан, вăррине пĕлмесен: ори ялта пор, теççĕ. IЬ. Хамăр ялти орине пĕлесчĕ.

уралантар

поставить на ноги. Чем люди живы. Ан илсем эсĕ манăн чунăма, çак ачасене хамах пăхса ӳстерсе уралантарам.

урăх

другой, иной. Шинар-п. (Ядр.). Пĕрре вăл хулана, урăх тĕслĕ тумтир тахăнса, кайнă. Чăв. й. пур. 21. Пӳртне, çуртне те урăх тутарнă (перестроил). Регули 893. Орăхне чĕнсе кил. || Больше, более. Орау. Ăна: урăх килмеçт, тиç (или: вăл урăх килмеçт, тит). Он более не приедет (или: совсем не приедет). Туруново. Хуçа тата каланă: икĕ çĕр тенкĕ парап, урăх памастăп, тенĕ. Юрк. Пире, чăваша, юрат-çке, ӳтет, ку каллех, урăх нимĕн сăмах калама аптăраса. IЬ. Пăртак пĕр-пĕрне пăхса тăрсан, земск. начальн.: урăх ĕç-мĕн çуктăр? тесе ыйтать. IЬ. Пӳртре урăх никам та çук. Я. Турх. Эпĕ сире урăх çырмарăм ĕнтĕ, каçарăрсамах мана. Улмĕрен çырăп. Ч. С. Ах, ан тив, Сергей! урăх килместĕп, урăх килместĕп! (больше не приду!) С. Вăл ал-шăлли йĕпи орăх нимтен те мар. Сир. 102. Ун пек ыр çын çĕр çинче урăх çук та. Рег. 762. Вăл корчĕ пирĕн ăвăннине, çавăнпа орăх ĕçлеме каламарĕ. || Кроме. Шел. И. 63. Кĕлетĕнче вăл çӳпçесенчен урăх нимĕн япала та çук. N. Тула тухасран урăх тăрса ларман. Не вставал с места, кроме как только за нуждой. || В другой раз, еще. Торп-к. Çак улпучĕ, первайхи арăмĕ вилсен, урăх авланнă, тет.

урлă-пирлĕ

вдоль и поперек. Паас. Урлă-пирлĕ, hin und her, Ungeordent auf einander, kreuzweise, крест-на-крест (в Курм. у. хресь-на-хресь), вдоль и поперек. Изамб. Т. Чăваш ялĕнче час-часах çуртсем урлă-пирлĕ лараççĕ. Етрух. Каçаççĕ урлă-та-пирлĕ. (Сĕрен). Арçури. Орлă-пирлĕ откалать, N. † Çак тăвансем аса, ай, килсессĕн. Урлă-пирлĕ уткаласа çĕр каçрăм. Яргуньк. Урлă-пирлĕ çул килет, хĕрлĕ питлĕ хĕр килет. Зап. ВНО. Урлă-пирлĕ хыр кашта. (Чӳрече рамсем). Чураль-к. Урлă-пирлĕ Орина. (Чӳрече рамĕ). КС. Урлă-пирлĕ пускаласа çӳрет (ставя ступни ноги то прямо, то поперек). Рысайк. Лап, лап урапа, урлă-пирлĕ ӳрече. (Чӳрече). Шарбаш. Урлă-пирлĕ хыр кашта. (Чӳрече). К.-Кушки. Урлă-пирлĕ калаçать, вздорит, задирает. || Разноречиво. Сказки и пред. чув. 82. Ялта нумай ун çинчен урлă-пирлĕ калаçрĕç.

орли-тĕрли

неизв. выраж. Сред. Юм. Тем ôрли-тĕрли пôлтăр ôн. «Нет разбору в том, которое нужно сдедать сначала, а другое после». Изамб. Т. Е пĕсмĕлле, тур çырлах! Турăран ырлăх, этемĕрен сияплĕх. Чӳкки-кĕлли çырлахтăр, вилли-чĕрри пиллетĕр, урлă-тĕрли (siс!) ан пултăр, имĕ-юмĕ çак пултăр. (Начало «вĕрни»).

усал

осал, злой, нехороший, недобрый; жестокий. Сенчук. Тăрăшран вăрăм йывăç çук, качакаран усал выльăх çук. БАБ. Усал сăмах калаçнине илтсен. Юрк. Усал çил-тăвăллă тăман-(буран?) тухать. . Усал пуян кутăн çын пулать. Орау. Пирĕн атте, хиличчен тырă вырман пек, кăçал аллине касать те касать. Мĕн тырă вырса пĕтеричченех Муççи Яккуне тарăхса прттерчĕ. Тур курашшĕ, таçта васкаса тухнă, халăх каланиие итлемесĕр! Вăл аллине каснă, ку каснă, теççĕ ялта, çав ахаль-и вăл? усал этеммех пăхать çав: (т. е. все дело зависит от негодного человека): ĕçĕ те ăнмасть, аллисене те касах тăраççĕ, тет. Сред. Юм. Õсал терипех ôсал (т. е. пит осал). . Õсал сăмах чĕрене тивет. Неприятное слово за сердце берет. Сказки и пред. чув. 80. Лаши вĕçсе пырупа пичĕ-куçĕ пит усал. Якейк. Çав çын осалли Йăван (этот негодяй Иван) çынтан колма пĕлет те... (здесь эллип-сис?). IЬ. Отмăл-торат осалли ыр аная сая яч; хĕр осалли Мари пор, ыр ачая сая ят. Календ. 1907. Пирĕн патшалăх пĕтĕм расхотин чĕрĕкне çар тытма ярать. Германия та вăл усал ĕçе нумай тăкать. Ал. цв. 6. Ниçта та пĕр усал кайăк кăшкăрни те, çĕлен шăхăрни те, тамана сасси тç, кайăксем юрлани те илтенмĕст. Пазухин. Пирĕн пуçри усал хуйхă еррипеле пĕтĕ-ха. Сюгал-Яуш. Кайран вара тепĕр кукăра карăмăр та, усал луткăпах хамăр енне каçса карăмăр. N. Халăх ĕçне усал çын малтан тухсан, теллей пулмасть. Орау. Çын çинчен усал ят ярас тесен, вĕсем тем туса тем калаçĕç (готовы все сделать и сказать). Изамб. Т. Ул хăй усал пулнă, тет. Унăн арăмĕ йăваш юлнă, тет. N. Пирĕн икĕ автан пур-чĕ: пĕри йăваш, тепĕри пит усалччĕ. Изамб. Т. Аçу-аннӳ сана: усал пул, тесе каламаççĕ, епле те пулсан çын майлă тăвасшăн тăрăшаççĕ. N. † Шорă сăхман ăма осал? — сак çине хорса каснăран. Тимер. Пире усалтан ан асăнăр. Не поминайте нас лихом. Янтик. Арçын-ача усалне хĕри-пăраç мĕн тăвас? См. хăп. Сĕт-к. † Пике арăма тор пăхтăр, осал та полин; хĕр полтăр, пилĕк ан кĕпи тăхăнтăр. || Злое существо, злой человек, негодяй. С. Дув. Пусса кĕмĕл ярăн-и, кĕмĕлĕме сая ярăп-и? чăн усала кайăп-и, чунма сая ярăп-и? Тогаево. Чуптар, пачче, лашуна, анатра хĕрсем, усалсем, юрпа пере юçларĕç. Юрк. Çав усалĕ (чертовка, жена) хĕтĕртнипе упăшки тата пушшĕ çĕкленсе çӳрет, куран. В. Буян. Курăкран усал куршанкă, йывăçран усал кăпчанкă (усал = усал курăк или усал йывăç). || Зло, вред. Истор. Александр усала астуса тăракан çын пулман, Новгородран хăйне çилентерсе янă пулсан та, вĕсене хăтарма каллах кайнă. Эльбарус. Пире осал тума пыракан çын калла çавăрна-çавăрна пăхса таратччĕ. Учите детей. Çапла ачасене хамăрах усала вăрентетпĕр. Хыпар № 6, 1906. Çилентерес марччĕ, анчах усалăн ури саккăр, теççĕ, вăл чĕрре кĕме таçтан та тупĕ. Собр. Усал каламасан, ырă çук, теççĕ. (Посл.). || Чорт; нечистый дух, нечистая сила. IЬ. Çĕрле чӳрече витĕр пăхсассăн, усал ерет, теççĕ. Ст. Ганьк. Çынăн, усалпа чирлесен, шăмшак сурать. М. Васильев. № 3,56. Ват тимĕрçе пĕр осал лаççа тохма тăратать. Собр. Пĕтнĕ милкене тула прахсассăн, усал юлать, теççĕ. IЬ. Пĕр-пĕр хĕр ача туса вĕлерсен те, усал пулать, теççĕ. IЬ. Çав ачаран пулна усал çынна ерсе ирлеттерсе вĕлерет, теççĕ. . Çынна ернĕ усал çын патне пынă чух е çын, е йытă, е кушак, е пыркка пулса пырать, теççĕ. IЬ. Е вăрманта, е уйра çĕтсе çӳресен (если заблудишься), усал ертсе çӳрет, теççĕ. КАХ. Усал аллине ан пар (моленье). Не дай во власть злого духа? Ст. Чек. Усал турăран хăватлă. Пролей-Каша. Усал вăрăннă (= çыпçăннă), пристал нечистый (напр., если к женщине летает вотăш). N. Манăн çӳлти усала аяла илсе çапмаллăх вăй пур (говорит один силач). N. Килчĕ пирĕн патра усал вăрăннă япала! (словно сумасшедший, от действия злого духа). Якейк. Осал ерсен, çын пĕтĕмпех типсе, хăрса каять. Если пристанет чорт, то человек высыхает как щепка. Собр. Пĕр-пĕр çĕрте усал хăвалама тытăнсассăн, е утă, е кирек мĕн пăрахса хăварсассăн, усал çавăнпа ерсе юлать, теççĕ. Панклен. Тури осал, анатри осал, в сказке — назван. двух духов, встречавшихся друг с другом ка берегу Волги. N. Турпас тăкнă вар пуç пĕр çухрăмра. Çав вар пуçĕнче усая (шуйттан) пурăнать, теççĕ. Ст. Айб. Кукăр хурăн кутĕнче усал пăхĕ выртать. (Чĕлĕм). N. Тата çав çырмарах ĕлĕк пĕр çын вилнĕ те, халĕ унта час-часах çынсем усал кураççĕ. Это можно понять двояко: 1) видят чертей, 2) подвергаются несчастным случайностям. || Несчастие, беда, бедствие. Иногда олицетворяется. Хĕвел, № 1. Эпир-çеç хамăр тăван вĕрентекенсенчен уйăрăлнă, пирĕн хушăран-çеç усал тухса кайнă. N. Хăй ăшĕнче шухăшласа пырать, тет: упанăн усалĕ те пур иккен, ырри те пур, тесе калать, тет. Альш. † Пирĕн пуçри усала тур сиртĕр. Собр. Касас çавăнтан, касас çурлăнтан, турă, усалла сир. (Моленье). || Дрянь, мерзость. Юрк. Эх, ку усала мĕшĕн-кăна ĕçрĕм-ши? Якейк. Çав осалпа çан чохлĕ вăхăт ирттертĕм полать! Стоило (мне) тратить время на такую дрянь! Синерь. Çав хĕрсем çав хуралçа усал ереки ĕçтерчĕç, тет те, хуралçи, ĕсĕрлсе, йăванса юлчĕ, тет. Якейк. Çав осалшăн (я за иего) онта ма пырап-ка. IЬ. Онашкал осал çынна (дряни) нумай корса ен. || Невзгода, бедствие. Шурăм-п. 10. Çакăн пек усала (засуху) курса, чăвашсем ялсенче халăх пухма тытăнаççĕ. Альш. Пулнă уçал хуллен-хуллен (мало-по-малу) асран каять. КАЯ. Эпĕр ырă куримаспăр пулĕ ĕнтĕ, усал çине-усал пулса пырать (несчастье за несчастьем). Собр. Çăкăр кăмакана тăрăхла çурăлсан, усал юлать, теççĕ. (Поверье). || Озорной. Юрк. Усалтараххисем, кто поозорнее. || Чорт (бранное выражеиие). Коракыш. Ăна пичĕш курнă та: санăн, усалăн, кунта килмелле-и? тесе, тĕкее кăларса янă. Рак. Çак пуртре пĕр усал. (Шăпăр). || Бранное выраженпе, отн. к детям или животным (напр., к лошади). Орау. Усал! мĕн хăтланать вăл! пăх-ха амĕш! Что он делает, негодяй! посмотри-ка, мать! (говорит матери ребенка). . Усал! Вунă пăта туртса çитеримар, тата шăмарайĕнçи тăвать! Сволочь! Десяти пудов не свезла (не довезла), а еще злится! (прижимает уши, хочет укусить). . Усал! шăмарать тата! (напр., о кобыле: сволочь! еще укусить хочет! || Пурга. Пухтел. Уcал тухса каймасан. Если не случится пурги. || Хлам. Земледелец. Нимĕçсем вăрманти мĕн пур усала шăлса, хире тăкаççĕ. || Плохо (наречие). Ст. Айб. Ах, инкеçĕм, инкеçĕм! Эпир усал пурăнни ят сарăлчĕ аякка. (Хĕр йĕрри). Тимĕрçен. † Йăмăка усал тытсассăн, пĕлĕпĕр эпир евчине.

усрав

заповедный, заветный; приемный. N. Вăл тăлăх ачасене, усрава илсе, пăхса ӳстереччĕ. Кĕвĕсем. Çак тăвансем патне килсессĕн, чăн-чăн усрав юррăма юрларăм. † Альш. Эп, тăванăмсем патне килсессĕн, усрав юррăмсене юрлатăн. || Усрав — роща заповедная, о сохранении которой заботились. К. С. Id. Тукай усравĕ, Тогаевская роща (теперь ее нет). Нюш-к. Пирĕн усравра утă пит лайăх. Юрк. † Пирĕн аттенĕн усравĕ пур, усравĕнче усрав кайăк юр.

уçă

оçă, открытый, открыто. Алăк уçă. Дверь отворена. N. Карташ пирĕн тавăрччĕ: тата çитменнине унтан та куптан уçăччĕ. || Просторный. Просторно. Альш. Эпирех те, тăвансем, хăнара: эпирех те кунтан кайсассăн, тĕпел сыппăр уçа юлмĕ-ши? Альш. Кунтанах та эпирех халь кайсассăн, тĕпел-сыппăр уçă та юлмĕ-ши? Альш. Çӳлĕ тусем çинче виçĕ хурăн. Пĕрне кассан, уçă та юлмĕ-ши? || Ясный, ясно, без помехи. Сир. Кăнтăр çуттинчен те уçă. N. Çурти уçă çунсан: вилнĕ çын савăнать, теççĕ; çурти теттĕм çунсан: хуйхăрать, теççĕ. N. Çак куçлăх пит уçă кăтартать. В эти очки видно ясно. Альш. Уçă калаçать. Ясно говорит, без помехи. [К.-Кушки. Уçă калаçать — говорит миролюбиво (без признаков неприязни)]. Ч. С. Çынсем пошар панче кĕрленн таçтан илтĕнет; ахаль те çĕрле сасă уçă каять. || Свободный, ясный (речь). Дм. Рост. Димитриĕн чĕлхи-çăваре пит уçă пулнă. || Свежий, свежо. Сами. 58. Ирпе уççăн çил вĕрни кăккăр тулли вăй кӳртет. N. Чӳречесене уççассăн, пӳртре уççăнах туйăнать çав (в избе, в комнате чувствуется свежесть). Хорачка. Откалатăн — оççăн тоянать. Пройдешься, и чувствуешь себя бодрее. Толст. Тинĕс енчен уçă çил вĕретчĕ. N. Пĕлĕт енчен уçă çил килсе çынсен тарне типĕтет. Скотолеч. 36. Вĕсене таса, уçă çĕрте усрама кирлĕ. Юрк. Уçă, çăмăл, нӳрлĕ çил вĕрсен, йĕпе вăрăма пырать. || Звонкий. Бигильд. Шăпчăк сасси пит уçă. Чăвай. п. Сасси уçă, вăл (он) урамра калаçнă чух, унăн сасси вун-пилĕк килĕ урлă илтĕнет. || Успешно, споро. О сохр. здор. Çапла пăртак кансан та, ĕçлеме пуçласан, унăн ĕçĕ малтанхи пекех уçă пырать. || Бодрый. Беседа чув. 5. Çук çын ачи вăл час-часах çапла пулать: чупса, кулса, выляса çӳренĕ, унăн хуйхине никам та пĕлмен, вăл ялан уçă çӳренĕ. IЬ. Керимулла халĕ чăнах те хĕпĕрте пуçларĕ, уçăрах та калаçа пуçларĕ. || Здоровый. Уçă мар, нездоровый. Ачасем уçă мар. Дети несовсем здоровы. Орау. Ачасем уçах çӳримаççĕ, халех пыраяс çук (напр., в гости). || Быстро, свободно (без принуждения). Ч. С. Утасса уçă утатчĕ (лошадь). || Приветливый, щедрый. Беседы на м. г. Çав святой çын, Евлогий пит уççине, ыррине курса, шухăшланă. Паас. Уçă çын. Икково. Ĕççе-çиме пит оçă. Очень любит пировать с гостями. || Нехлопотливый (о деле). Якейк. Хĕр-арăм ĕçе ытла кăткăс уш (уçă мар). || КС. Чипер çывăракан çын çинчен: уçă çывăрать, уççăн çывăрать, тиççĕ (спит сном. здорового человека). || Облегчение, освежение. Рак. Кăкăр уççи пĕç хушши. (Ĕне юр-варĕ). Трхбл. Чун уççи — пĕç-хушши. (Сĕт). || Ключ. Собр. Ылттăн çăра, кĕмĕл уçă; уçса пăхаяс-чĕ, уççи çук. Ч. П. Ылттăн-кăна çăра, кĕмĕл уçă. Икково. Çак çăраççия (замок) хам оçăпа уçам. Ч. С. Хĕр-çумсем вĕсене укçа памасăр уçă памаççĕ. (Свадьба). Шурăм-п. № 25. Тĕлĕкре вара арçын ачасен — хăйсен пулас арăмĕ шыв кӳме каймашкăн уçă ыйтма пырать, тет. || Замок. Н. Карм. Вĕрмеç-тумаç, киле çын кӳртмеç. (Уçă). Шорк. Оçă — замок; çăраççи — ключ. Завражн. Хампар оççи питĕртĕн-и? Заперли ты амбар на замок? IЬ. Хампар оççи çĕтертĕм (потерял ключ). Слепой. Çăраççи — замок. Кĕлет уççи, явăç уçă, тимĕр уçă — замок.

уçă çын

добродушный, веселый человек. Сред. Юм. Пит уçă çын, веселый человек. СТИК. Уçă çын, добродушный. Ему противоположен чăкăлтăш. N. Уçă çын. Ему против. тĕксĕм çын. Шурăм-п., № 26. Пачăшки аван, уçă çын-и тен, çак пĕçерекеннине çитерĕ-ха, апат тĕлне пулнăскер, тесе шухăшлатăп.

уçăл

открыться, раскрыться, раствориться (о двери и пр.). К.-Кушки. Хапха уçăлса кайнипе пĕтĕм выльăх карташĕнчен тухса кайнă. Регули 429. Алăк оçăлнă. Алăк оçах тăрать. N. Кĕнеки çирĕммĕшĕнче уçăлса тăрать. Книга открыта на 20 странице. Орау. Ăна аяларах антарса тунă пулсан, янках уçăлакан пулаччĕ. Если бы ее (форточку) сделали ниже, то она отворялась бы настежь. Альш. † Ут кĕрейми хура вăрман, эпир кĕрсен, уçăлать. Малалла шанчăк пур, çул уçăлчĕ. Теперь есть надежда на будущее — дорога открыта, || Стать откровенным, словоохотливым. Беседа чув. 15. Вăл кăшт кулкала та пуçларĕ, çимĕç пахчисем, вăрмансем епле ӳстермелли çинчен кала-кала пама тытанчĕ; унтан тата ытла та уçăлса кайрĕ. || Просвещаться, развиваться. Хыпар № 30, 1906. Унтан чăвашла кĕнеке туха пуçларĕ. Вара чăвашсем те уçăлнăçемĕн уçăлса пычĕç; халĕ ĕнтĕ, паçăр каланă пек, вырăсран та уйрăм мар. Ст. Айб. Ялан çӳресен, чĕлхе уçăлать, теççĕ. (Послов.). Альш. Хулана кайса, уçăлса килчĕ. IЬ. Вĕренме кайсан, нумай уçăлчĕ. То же в Сред. Юм. || Просвежиться, прогуляться, освежиться. Чаду-к. Пĕрре çав патша майри, тата виçĕ ывăлĕ сата уçăлса çӳреме тухнă. Ядр. Паян айтăр уçăлса çӳреме, ачасем! О заступ. Ачам, тăр та çак çынсемпе йывăç пахчине уçăлса çӳреме тух. Яныши. Пĕр йытă, оя уçăлма тухсан, пĕр кашкăра тĕл пулчĕ, тет. Ст. Чек. Кăшт, кайса, уçăлас-ха (то же, что тула каяс, desidere). Курм. Эсĕ шăва кĕр, кайса, луччĕ уçăлăн. Шибач. Ста каятăн, ачам? тет. — Мĕн, тет, мочи, ста каясси, тет, — тохрăм, тет, оçăлмалла, тет. Якейк. Кĕт, кайса, уçăлса килем. . Уçăлма тохрăм. IЬ. Кĕт тохса уçăлтăм (= просвежился). . Вăсам вăрмана уçăлса çӳреме карĕç. || Поправнться, оклематься. Скотолеч. 5. Хăш чухне лаша выртса кансанах уçăлать. IЬ. Iă. Сивĕ чиртен уçăлсан, лаша нумайччен ӳсĕрет. || Поправляться (в материльном смысле). Тюрл. Ачисем полăшаççĕ, уçла (= уçăла) пуçларĕ çын (поправляться). || Почувствовать отраду, обрадоваться. N. Иван сăмахĕсене илтсессĕн, Лисахвийĕн чунĕ пит уçăлса кайнă. Бюрганы. † Хуйхăрса та тилмĕрсе эпĕ лараттăм, манăн чунăм уçăлчĕ çак юрăпа. || Приводить к определенным результатам. НТЧ. Вара ывăлĕ-мĕн чирлĕ пулсан, амăшĕ-и, ашшĕ-и, пĕр вун-çичĕ пус укçă илет те: юмăç лайăх уçăлтăр, тесе, турра сăх-сăхса, юмăçа тухса каять. Анчах ун пек кун пек япала çинчен çынна каласа нама юрамас, тет: лешне, вĕрелнине, хĕн килет тет. Вĕрекене те аван мар, тет: ĕçĕ уçăлмас, тет. Хорачка. Халап оçăлмасăр епле каяс? Как ехать, раз переговоры еще не кончены? Ч. С. Аннемсем: чухăсем ларсан, юмăç уçăлмасть, теççĕ (гадание не дает результатов). || Понемногу расходиться (разминаться), взять ход. N. Хуллен кайсан, лаша уçăлнăçем уçăлса пырат; çула тухсанах, трук хăвалас пулмасть лашана — пӳлĕнет. Орау. Пĕр уçăлсан, каякан вăл ĕç. Лиха беда — начало (только бы начать, а там дело пойдет). КС. Ĕç уçăлмасть. Дело не идет вперед. || Открываться, становиться ясным, выясняться. СЧЧ. Ку хĕр юмăç çемесенчен пилĕк пуслăх укçа ыйтса илчĕ те, укçа çине пăхса, каларĕ: веç усăлать (уçăлать?), авă унта шыв курăнать, вăл шыв сирĕн акăра шыв тытнине пĕлтерет. Ку ача сирĕн, Сĕнче хĕрринче çӳренĕ чухне, шывран пит хăранă; сирĕн çав шыва мимĕр парас пулать, атту ачăр чĕрĕлеймĕ, терĕ. Б. Олг. Халь, ирлесе, хак оçăлман та, пĕлмелле мар-ха. Теперь, поутру, цена еще не выяснилась, и (ничего) нельзя узнать. || Снова стать чистою (о воде). Çанта, арман ненче, кôрăс хотнă та, кôнта çитиччеи уçăлать поль. || Выздороветь. Могонин. Вăл таçти аптека та çитнĕ, ăста çынсем патне те çитнĕ — ништа та уçăлиман (узы̆λиыман). || Получить способность функционировать. N. Чăвашсем, хăлхасăррисем, чан айне кĕрсе лараççĕ, унпа хăлха уçăлать, теççĕ. БАБ. Пĕр икĕ эрнерен тепĕр юмăç карчăка тӳрлеттертĕмĕр, тет [пригласили лечить, говорят мои родители] те, хай çичĕ çулччен çыхланса тăнă чĕлхем уçăлчĕ, тет. || Вскрыться. Мăн шывсем усăлсан, но вскрытии рек. || Освободиться от чего-либо. Ядр. Кайран, ыйхăран уçăлсан, тумланса, урана çине улăхса ларса, тырă вырма кайрăмăр. || Стать вольготным. N. Ваттисен ĕç пĕтрĕ (они уже пропели свое), çамрăккисен уçăлчĕ: вĕсем те, ваттисене кура, урăхла юрăсем кăшкăрса юрла пуçларĕç.

ут

от, ходить, итти, шагать. Зап. ВНО. Алупа парта, урапа (так!) ут. Ходар. Утимиччен (= утаймиччен) ĕçтерсе ӳсĕртсе ячĕç. Напоили до того, что она не могла ходить. БАБ. Вăсем (дети) пурте çулталăк çурăра утакан пулчĕçĕ (стали ходить), икĕ çул тулса, виççĕмĕш çула кайсан, калаçа пуçларĕç. Орау. Мур тутарри! хытă утса çӳресе, мана вăратрĕ! N. Çапла каланă та, утнă (пошёл) малалла. Утасси пулаймасть манăн. Я не могу ходить. N. Атя киле, упăшкам; атти лаши ула пур, ути-отми çитерет (кое-как довезет). Кан. 28. № 199. Киле сайра хутра-çеç хăй урипе утса тавăрăнать. Редко возвращается он домой на своих ногах (о пьянице). N. Хăй хуланалла утнă. Кратк. расск. 9. Иккĕшĕ те вара утнă ту çинелле. N. Пăхма çывăх та, утма инçе, теççĕ (Послов.). Череп. Эпĕр паян аллă çухрăма яхăн утрăмăр (прошли пешком; кайрăмăр — на лошади или в экипаже). N. Куртăмăр çил çунатлă урхамах; унăн пуçĕ пĕлĕте тивмест, ури çĕре тивмест; утни-юртни сисĕнмест; шыв пек, юхать, çил пек вĕçет. (Туй). Сред. Юм. Инке, ури утнă чух, утмăл витре сăра тунă. Хăр. Паль. 13. Лекĕр аллине сулларĕ те, ута пачĕ (и пошел). Регули 1525. Питĕ сумарччĕ (= сывмарччĕ), отма та полтаримасчĕ. Юрк. Юрĕ, калăп, тет те, ун патĕнчен хуçи патне утса каять. Хăр. Паль,. 24. Утарах парса, хăвса çитрĕ (нагнал). Янорс. Эпĕ, ик çола çитсен, отма та поплеме те пĕлнĕ, теççĕ. N. † Эпир утса тухнă вырăна (где мы прошли) ешĕл курăк шăтса юлмĕ-ши? Панклеи. Йăван патĕнче отса çӳрекен çок, опалянсах çӳреççĕ. Якейк. Çак эпĕр отса пыракан çĕрте (где мы идем) ĕлĕк çăва (кладбище) полнă. IЬ. † Пирн мочйиăн кил-хошши отмăл чалăш кил-хошши; отса çитсе тохсассăн, пирĕн çынах полăттăнч, пирн мочия йорăттăнч. Шибач. Отса каять. Шагом идет. К.-Кушки. Эсир утса каяр (шагом), ан чупăр. Юрк. Пĕре çапла, хулана лаша сутма кайсан, лашине сутсан, шăллĕпе иккĕш хула урамĕпе утса пыраççĕ. N. Отап-отап, тит, ниепле те вăрмантан тохимастăп, тит. Юрк. Ывăлĕ çапла каласан, киле кайма хушсан, амăшĕ те, пăрçа вырма пăрахса, килелле ута пуçлать. N. Мĕн пур çĕртек утан, çӳлтен вĕçен пурте пуçтарăннă, тет. Ал. цв. 5. Малалла утнăçемĕн ун умĕнчи çул аванланса пырать. Сред. Юм. Пит хăвăрт утнăçĕм, хама хыçалтан çын кăçкăрнине те илтмен.

утас

шаг. Хирь-бось. Эп виç утас сарлакăшне сиксе каçатăп. IЬ. Контан çав пӳрт патне алă утас полĕ. IЬ. Çак çаран çинче кашнă утасрах кăткă тĕмми. Чуратч. Унччен те пулмарĕ, пĕр çын, хамран пĕр пилĕк утасра анчах: тытрăм вĕт сана! тесе кăçкăрса ячĕ. IЬ. Манăн хыçра, пĕр виç утасран, Карачăм тăрать. Орау. Виççĕ çапаканни виçĕ утас парать (при игре в лапту: отходит от черты — çыра — на три шага).

уттар

оттар, заставлять итти шагом; понукать (лошадь); двигаться вперед; отправиться; ехать или итти шагом. СТИК. Атьăр уттарар-и, чуптарар-и («форма вопроса, но не означает вопроса, а только особая форма»). Изамб. Т. Вĕсем лашисене ялан уттараççĕ. Они все понукают лошадей. Хыпар № 19, 1907. Халăх укçине капла тыткалани хура, халăха ăçталла уттарни халăх пурăнăçĕнчен паллă. Ч. П. Епле уттарам-ши уттине? Актай. Çак йытă кĕтӳçе пĕртте уттармаç (не утруждает ходьбою), тет, хăех йытти выльăхсене пухса çӳрет, тет. Юрк. Чикан ураписем кĕпер урлă каççа кайсан, эпир те: кĕпер урлă каçар, тесе, хамăр лашана уттара пуçларăмăр. Жит. св. Январь. Унăн патĕнче чилай пурăнса, хăйне çул çине малалла каймалăх укçа тусан, унтан тухса, малалла уттарнă. Моштауш. Вĕсем мана корчĕç те, вăрманалла оттара поçларĕç; эпĕ те хыçран оттара поçларăм. Янорс. Эпир вара малалла уттарса карăмăр. Б. Яныши. Çомăр хамăр патарах çитсен, шолтрисам утсене тытрĕç те, килелле оттартăмăр. Изванк. Лашасене уттараччен (перед тем, как тронуться с места), ватăрах çынсем... N. Кĕреçи хуçăкне (изломанную лопату) илсе, килнелле уттара пачĕ, тет (отправился).

утă чӳкĕ

утă чӳк, моленье перед сенокосом. Н. Седяк. Утă чӳкне валли ялпалан пĕр пысăк вăкăр сутăн илеççĕ. Утă чӳк кăш вăхăтра пулассине пурте пĕлсе тăраççĕ. Утă чӳкне ĕлĕкренпех хирте пĕр вырăнта тăваççĕ. Кашни çул ял çыннисем пĕр-пĕрин хыçĕнчен черетпе така илсе каяççĕ. Кашни килĕрен унта çăнăх-кĕрпе илсе пыраççĕ; хăшĕ кăвакал, хур чĕппи илсе пыраççĕ. Çак япаласене пурне те хире илсе кайса, унта пусса пĕçерсе, чӳклесе çиеççĕ. Чӳклесен, вăкăр ашне çынсене валеççе çитереççĕ. Чӳк тăвассине пĕр ватă çын тăвать. Утă чӳк тăвакан çĕрте халăх питĕ нумай пулать, пасар пек. Çак чӳке тусан, утă çулма юрать, унччен çултармаççĕ. Тепĕр кун икĕ-виçĕ старик, тепĕр çĕре кайса, урăх йĕрĕх чӳк тăваççĕ. Утă чӳкне çур аки пĕтсен тăваççĕ. Çур-аки пĕтсен, пĕр эрне çĕр чанма хушмаççĕ; çак çĕр чавма юраман вăхăта «çинçе» теççĕ. Çинçе вăхăтĕнче килте пурăнаççĕ, утă чӳкне те çак вăхăтра тăваççĕ.

отă

утă (оды, уды), остров. Щ. С. Утă, остров. Сред. Юм. Тинĕс уттинче, на морском острове. Жит. св. Апрель. Пиртен чилай аякра, çур-çĕр енче, Архангельск кĕпĕрнинче, Шурă тинĕсĕн пушă утти çинче. Сред. Юм. Лашасĕие кĕр-кôнне йăлăма утта ятăмăр та, киле илсе тавăрăннă чôх тытса чармалла мар: самăрăлса капнă та, пĕрех-май тăрăх чĕвен сикеççĕ. || Роща среди поля. Пшкрт. Мы̆н оды̆ра мы̆н шэ̆шкэ̆, мыри ларат шоп-шоры̆. IЬ. Оj вариынџä шэ̆шк оττиы. Среди поля ореховая роща. Дик. леб. 34. Уттипе ларакан çав чăтлăх ăшне нихăçан та, хĕвел çути ӳкмен. Шибач. Ота (или вĕтлех) — кусты. Вомбу-к. Отă (вĕт вăрман). || Луговина; лощина, местность. М. Н. Петров. Ч. С Пирĕн ялăн, сĕрен пулсан, çавă Була (чит. Пăла) уттинче ут яратчĕçĕ, тет. || Отă (ады̆), назв. поля, на север от с. Иккова, Чебокс. у. || Именево. Утти (т. е. утă+афф. 3-го л.) — утă çулмашкăн тасатнă çĕр. Встречается в сложекии: Ваççа утти', назв. чищобы. || В след. текст утти попало по ошибке. Ходар. Атăл урлă, тинĕс урлă шур сухал старик утти килнĕ, тет, çак Çумкка çинчен куç ӳкнисене кăларма. Тфу! (Заклинание от сглаза во время оспы — шатра). || Участочек, островок. ЙОН. Уттăн-уттăн (островками) хăла-çырли; пĕр çырлине анчах çырăм, çуратнă çĕр-шуран уйăрлтăм. Янш.-Норв. † Утăн-утăн ут-кăшкар утăн ури айĕнче. Сорч-Вар. Отăн, отăп çĕр çырли, пĕр çырлине татрăм-хыпрăм, çĕр-шуран уйăрăлтăм. КС. Хăш çерем çинче утти-уттипе (как бы островками) карта кăмпи пит нумай юлать. IЬ. Хăш вăрманта утти-уттине пушăтлăх кантăр пек ларать. В ином лесу молодая липовая поросль, годная на лыки, растет густо, как конопель, (целыми) островками. IЬ. Çаран çинче уттăн-уттăн (местами) пĕтĕмпех лаша-кăшкарĕ (конёвий щавель). || Долина(?). Рекеев. «Важно бы выяснить слово ут или утă — долина. От этого слова происходят чувашские «Атăл утти, типĕс утти». Интересно то, почему речную долину чуваши назвали ут или утă. Не потому-ли, что в старину чуваши расселялись по долинам рек и по ним же ходили (утнă) искать удобные места для селения? А может быть, Атăл утти значит весеннее шествие (течение) реки Волги, также и место весеннего течения других рек, или место разлива реки?»

ух

ох (ух, ох), подниматься, осм. аҕ. См. Улăх. Тюрл. Ох — подниматься. СПВВ. К.М. Ухас = хăпарас. Ильмень-к. Шывран тухсан, эпир кайăк çонаттине шăлса типĕтрĕмĕр те, вармана охса ятăмăр. Сред. Юм. Хĕвел йывăç çӳллĕш охнă. Так выражаются, если в двухстах шагах находится дерево и солнце поднимаетса на высоту этого дерева. N. Пĕлĕт çине, р çӳле ухрăм шухăпша (поднялся в мечтах). Цив. † Ухрăм çӳлĕ ту çине, хура çĕлен тĕл пултăм. Собр. † Хăта тытми шуç тытма, пĕр тытмасăр ухрăмăр. Шурăм-п. № 26. Путмар çине ухса выртса. Сред. Юм. Охăрах хăвăр, мансăр пуçнех. Влезайте сами, без меня. Абыз. Çак стаккан тулса ухсан (наполнится до верха), эс вара тихана кăларса яр.

ухапка

то же, что ухап? Ямбулат. † Çак ен орам ухапка тӳрлетекен эпир мар.

ухмах-курăкă

, ухмах-курĕк, (курэ̆к), охмах корăкĕ (чит. коры̆к'), раст. lepidium ruderale. Н. И. Орл., Д. С. Серг. Ухмах курĕк — ухмах ернĕ ачасене çак курăкпа шыва кӳртес пулать. Орау. Ухмах курăкĕ, трава (= шăна-курăк в д. Ракове). || Белена. Беляева.

ухрути

(ухрудиы, курм. ухруды), назв. раст., дикий лук. Сред. Юм. Ухрути, дикнй лук. Кр.-Чет. † Симĕс корăк ухрути вăрман орлă корăннă: эпĕр çанпа килтĕмĕр. Паян килтĕм ташлама, ыран килĕп йорлама. Илебар. † Пирĕн кинçи пуласси, ухрути татма кайсассăн, курăк татса килнĕ, тет. Курм. † Çак ухрутине килмессе йоман касса пăрахса хăварнăччĕ — Ваçли топса пынă.

ушкăн

ошкăн, толпа, группа, стая. Изамб. Т. Хам çумри укçа çак сирĕн ушкăна (толпу) илме çитет. N. Çавăнтах тата пĕр çаран урлă урăх ушкăнсем пулнă. Çав ушкăнтн пĕр ачи эпир унта выртнине пĕлнĕ те, пире хăратма пынă. Бес. чув. 1. Кăшт тăрсан, çак ушкăн иртсе кайнă çулпах тепĕр ушкăн лав хăпармалла пулчĕ. IЬ. Акă ĕнтĕ у... ялĕ чиркĕвĕ умĕнчен ер ушкăн иртсе кайрĕ, вăл, кĕпер çине анса, тăвалла хăпара пуçларĕ. Ч. П. Хĕр ушкăнĕ. Беседы и шутки. Çавă ырă çынсем ушкăнĕ пур инкек-синкек лекнĕ çынсене пулăшса тăрать. Янтик. † Ушкăн-кăна ушкăн тупăлха, чăн хĕррине эпир касрăмăр; ушкăн-кăна ушкăн сарă хĕр, чăн саррине эп илтĕм. Альш. Ларать пĕр ушкăн вăрман. || Общеетво, часть общества. Мошк. † Çак ял ушкăнче (в этой деревне) çӳрерĕм, сирĕн пек ыр çынсем тупмарăм. || Компания. Ч. С. Ачасем пурте тăрсан (проснулись), Тимахви старик: ах турă, ачасем, эпĕ пит хăрушă тĕлĕк куртăм: кĕçĕр эпир, çак хамăр ушкăнрисем, пурте пĕрле пулса, пĕр пĕчĕкçĕ юман касрăмăр, ахăр ялта кам-та-пулин вилет пулĕ, терĕ. || Артель. N. Выçă аптăранă çынсем ушкăнĕ-ушкăнĕпе (артелями) ыйткаласа çӳреччĕç. || Селение, часть селения. НАК. Пирĕн патăмăрта Аты-касси ятлă виçĕ ял пур: пĕрине, хушăран вырăссем пурăннăран, Вырăсла-Ушкăн-Аты-касси теççĕ, тепĕрине Кив-Ушкăн-Аты-касси теççĕ, виççĕмĕшне, пирĕн яла, Çĕнĕ-Ушкăн-Аты-касси теççĕ. N. Анатри ушкăн, тури ушкăн (назв. концов деревни = кас). || Связка. N. Вăл тăрать та — кăмака çине хăйă ушкăнĕ çыхса хунă, тет, — çавна илет те, сăкманпа чĕркесе, хăй выранĕ çине выртарать. Изамб. Т. Мăлтан ушкăн-ушкăнпа пит хытă (туго) çыхаççĕ (липовую кору). || Раз. N. Анне пире тепĕр ушкăн пăхрĕ те, виçĕ хут вăрăммăи сывласа ячĕ те, унăн сывлăшĕ тухса карĕ. Ст. Чек. Унтан виçшер витре вара виç ушкăн сапаççĕ. || Прием (раз). КС., И.П.Т. Малтан пĕр ушкăн ярса силленмесен, татах вара: çырлах! пил ту! çырлах! Пил ту! тесе, каллах çурăм тăрăх хăлхи шăтăксе ярать. (Уй чӳкĕ. Юрк. Икĕ тăшмăнсем пĕр ушкăн вăрççа илчĕç. || Часть. Толстой. Унăн (у нее) пĕр ушкăн пырши йăтăнса тухса, типĕ çулçăсем тăрăх сĕтĕрĕнсе пырать. || Время (от времени). Белая Гора † И, ушкăн та ушкăн ăш çунать; хăш вăхăта çитсен сӳнĕ-ши? Альш. † Хамăр тăван аса килсессĕн, ушкăн-ушкăн куç-çулĕ юхать-çке. || Кучка. N. Вăл ял патĕнче пĕр ушкăн çăка йывăçĕсем ӳсеççĕ. || Вереница. Дик. Леб. 42. Сасартăк вĕсенчен карап ушкăнĕ пулать-тăрать (они обратились в корабли).

ушкăнлăх

партия. Альш. || Назначенный для всей партии. Щорк. Ошкăнлăх çăккăр — хлеб на всю партию. || Состояние в группе, в артели. N. † Ушкăн-ушкăн тупăлха, ушкăнлăхран уйăрăлчĕ: ай-хай таптăш Хĕветуç, çак вăйăран уйрăлчĕ.

ушлăх

ошлăх, польза, изобилие, опорынья (аbundabtia). В. Тим. Çапнă кăшăллăн (вороха), авăртнă çăнăхăн, илнĕ тăваран перекетне, ушлăхне пар. IЬ. Çак уя акнă тыррамăра-пуллăмăра перекстне, ушлăхне пар. N. Перекетне, ушлăхне пар. (Чӳклеме). Тюрл. Ошлăхне пар, перекетне пар.

Русско-чувашский словарь

бюллетень

сущ.муж.
1. (син. сообщение) пĕлтерӳ; хыпар хучĕ; вывесить бюллетень хыпар хучĕ кăлăрса çак
2. избирательный бюллетень суйлав бюллетенĕ
3. бюллетень (чирлени çинчен панă хут); закрыть бюллетень бюллетене хуп; находиться на бюллетене бюллетеньпе лар (чирленĕ пирки)

вешалка

сущ.жен.
1. вешалка, çакă, çакмалли (тумтир валли туни); повесить шубу на вешалку кĕрĕке вешалка çине çак
2. (син. гардероб) вешалка, салтăнмалли пӳлĕм, тумтир пӳлĕмĕ
3. çакă, йăлă (тумтир çинчи); вешалка пальто оборвалась пальто çакки татăлса кайнă

вешать

1. глаг. несов.
1. что çак, урт, çакса яр; вешать одежду на гвозди тумтире пăтана çакса яр; вешать оконные занавески чӳрече карри çак
2. кого çакса вĕлер

галстук

сущ.муж.
галстук; повязать галстук галстук çак (мăя); завязать галстук галстука çых; галстук-бабочка лĕпĕш евĕр галстук

гардероб

сущ.муж.
1. тумтир шкапĕ; повесить костюм в гардероб костюма гардероба çак
2. (син. раздевалка) гардероб, тумтир пӳлĕмĕ, хывăнмалли пӳлĕм
3. (син. одежда) тумтир (пĕр çын тăхăнаканни); обновить гардероб тумтире çĕнет, çĕнĕ тум туян

данный

прил. (син. этот)
ку, çак, шăп çакă; хальхи; данный случай ку тĕслĕх; в данное время хальхи вăхăтра

день

сущ.муж., множ. дни
1. кун; солнечный день хĕвеллĕ кун; рабочий день ĕç кунĕ; через несколько дней темиçе кунтан; отметить день рождения çуралнă куна паллă ту
2. множ. дни (син. время, период) кунсем, вăхăт, тапхăр; в дни войны вăрçă вăхăтĕнче; вспоминать дни детства ачалăх кунĕсене аса ил ♦ День Победы Çĕнтерӳ кунĕ (Тăван çĕршыв вăрçинчи çĕнтерӳ ячĕпе çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче ирттерекен уяв); на днях çак кунсенче, çывăх вăхăтра; день ото дня кунран-кун; изо дня в день куллен-кун; со дня на день паян мар ыран, кĕç-вĕç; третьего дня виçĕм кун; ребёнок растёт не по дням, а по часам ача самантсерен ӳссе пырать

запомнить

глаг. сов. (ант. забыть)
асту, астуса юл, асра хăвар; я запомню этот день надолго эпĕ çак куна нумайлăха асра хăварăп

именно

частица, усиливает указание на что-либо
шăп, шăпах, шăп та лăп; именно сегодня шăпах паян; мне нужна именно эта книга мана шăпах çак кĕнеке кирлĕ ♦ а именно пайăррăн каласан

кормушка

сущ.жен.
1. сырăш, валашка (выльăха апат памалли); устроить кормушку для птиц кайăксем валли сырăш туса çак
2. çăмăл укçа, янтă укçа (нумай ĕçлемесĕр пуймалли май)

куда-нибудь

нареч.
ăçта та пулин, ăçта та пулсан; Положь эти книги куда-нибудь Çак кĕнекесене ăçта та пулсан хур-ха

настоящий

прил.
1. (син. подлинный; ант. поддельный) чăн, чăн-чăн, тĕрĕс; настоящий коралл чăн мерчен; он скрыл свою настоящую фамилию вăл хăйĕн чăн-чăн хушаматне пытарнă
2. (син. этот, данный) çак, ку; хальхи; в настоящий момент хальхи вăхăтра, çак самантра ♦ настоящее время хальхи вăхăт (грамматикăра)

немедленно

нареч. (син. срочно, безотлагательно)
халех, çийĕнчех, çак самантрах, вăраха ямасăр; о преступлении немедленно сообщили в милицию преступлени çинчен çийĕнчех милицие пĕлтернĕ

отсюда

нареч. (ант. сюда)
кунтан, çакăнтан, çак вырăнтан; отсюда хорошо виден город кунтан хула аван курăнать

повесить

глаг. сов.
çак, çакса яр; Повесь шубу на гвоздь! Кĕрĕке пăтаран çакса яр!

причастие

2. сущ.сред.
1. причасти (Турă юнĕ ячĕпе кăшт эрех, Турă ӳчĕ ячĕпе просвир татăкĕ астивни)
2. причасти (çак йăлана тума чиркӳре усă куракан эрехпе просвир); принять причастие причасти ил

самый

местоим.
1. употр. для уточнения шăп, шăпах, шăп та шай; на этом самом месте шăпах çак вырăнта
2. при обозначении предельной степени чего-либо чăн, чи, мĕн, шăпах; самый сильный чи вăйлă; с самого детства мĕн ачаранпах ♦ самое время шăп вăхăтлă; в самом деле чăнах та; на самом деле чăннипе, тĕрĕссипе; в самый раз шăп та шай

сегодня

нареч.
паян, çак кун; сегодня холодно паян сивĕ; встретимся сегодня или завтра паян е ырăн тĕл пулăпăр ♦ не сегодня завтра паян-ыранах

сегодняшний

прил.
паянхи; сегодняшняя газета паянхи хаçат ♦ на сегодняшний день паянхи куна, çак саманта

сейчас

нареч.
1. халĕ, халь, çак самантра; сейчас десять часов халĕ вунă сехет
2. (син. скоро) халех, кĕçех, кĕç-вĕç; они сейчас придут вĕсем кĕçех килеççĕ

текущий

прил.
1. (син. теперешний) хальхи, çак, ку; в текущем месяце çак уйăхра; текущий момент хальхи самант
2. (син. повседневный) кулленхи, яланхи; заниматься текущими делами кулленхи ĕçсемпе аппалан

цеплять

глаг. несов.
çаклат, çак, çыхăнтар; цеплять крючком çекĕлпе çаклат

этот

местоим., муж, эта жен., это сред., эти множ.
ку, çак, çав; мне нужна эта книга мана çак кĕнеке кирлĕ; на этом берегу Волги Атăлăн ку çырăнĕнче; я об этом не знал эпĕ кун çинчен пĕлмен

Русско-чувашский словарь (1972)

аппликация

аппликаци (1. материрен е хутран касса кăларнă татăксене мĕн çине те пулин çыпăçтарса ӳкерчĕк туни; 2. çак майла тукă ӳкерчĕк).

вешать

кого, что несов., повесить сов. 1. çак, çакса хур; 2. çакса вĕлерме.

вздёрнуть

кого, что сов. вздёргивать несов. туртса хăпарт, туртса çак; вздернуть нос сăмсуна каçăрт, мăнкăмăллан, ҫынна паллами пул.

волок

сĕтĕрек, хире-хирĕç юхса выртакан икĕ шывăн типĕ хушши; çак типĕ вырăн тăрăх кимӗсене пĕр шывран тухса теприн патне сĕтĕрсе, туртса çитернĕ.

вывесить

-ешу, -сишь что сов., вывешивать несов. тухса çак, кăларса çак (кĕпе-йĕме); çак (пĕлтерӳ).

выветрить

что сов., выветривать несов. çил çине кăларса çак (тум-тире), алăка уçса тасат (пӳртри сывлăша).

текущий

1. юхакан; 2. перен. хальхи, çак; 10-го числа текущего месяца çак уйăхăн 10-мĕшĕнче; текущие вопросы хальхи вăхăтри ыйтусем.

теперешний

хальхи, - ку чухнехи, çак вăхăтри.

цензура

цензура (пичете яма, сцена çинче лартма хатĕрленĕ произведенисене тĕрĕслени тата çак ĕçе туса тăракан учреждени)

баритон

баритон (тенорпа бас хушшинчи арçын сасси, çак сасăпа юрлакан).

Русско-чувашский словарь (1971)

абонемент

м. абонемент (1. телефонпа, библиотекăпа е ыт. пĕр-пĕр хушă усă курмалли право; 2. çак правăна çирĕплетекен документ).

вешать

несов. 1. что çак, çап; вешать на гвоздь пăтаран çак; вешать картину на стену стена çине картина çак (е çап); 2. кого (казнить) çак, çакса вĕлер; вешать голову пуçа ус; вешать нос кулян; хоть топор вешай см. href='/s/топор'>топор.

водрузить

сов. что çак, ларт, чиксе ларт, вырнаçтарса ларт.

всего

нареч. 1. (итого) пурĕ, пĕтĕмпе; всего набралось двадцать человек пурĕ çирĕм çын пухăнчĕ; 2. в знач. усил. частицы (только, лишь) пурĕ те, çеç; брат моложе меня всего на год шăллăм манран пĕр çул çеç кĕçĕн; до деревни осталось всего два километра яла çитесси икĕ километр çеç юлчĕ; всего-навсего пурĕ те; всего ничего пит сахал; только и всего çак анчах.

вывесить

сов. что 1. (повесить наружу) тухса (е кăларса) çак; вывесить бельё кĕпе-йĕм тухса çак; вывесить флаг ялав кăларса çак; 2. (повесить для сведения) кăларса çак (е çап); вывесить объявление пĕлтерӳ çап; вывесить приказ приказ кăларса çап.

выкинуть

сов. 1. см. href='/s/выбросить'>выбросить; 2. что, разг. (совершить что-л. неожиданное) кĕтмен çĕртен мĕн те пулин туса кăтарт; 3. прост. (преждевременно разрешиться о человеке) ача (е хырăм) пăрах; (о лошади) хăм пăрах; (о корове) пăру пăрах; (об овце, козе) пăран пăрах; (о свинье) çăвăр пăрах; выкинуть из головы ман, шухăшлама пăрах; выкинуть на улицу урама кăларса ывăт; выкинуть (или выбросить) белый флаг шурă ялав çĕкле (е кăларса çак) (парăнни çинчен пĕлтерсе).

гипс

м. гипс (1. шурă е сарăрах тĕслĕ минерал; 2. çак минералтан тунă скульптура; 3. çак минерала хытарса сурана çыхни).

данный

прил. (этот) ку, çак, хальхи; в данный момент çак вăхăтра, çак самантра, хальхи вăхăтра; в данном случае ку хутĕнче; ◇ данная величина мат. паллă пысăкăш.

день

м. кун; солнечный день хĕвеллĕ кун; Международный женский день Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ; ◇ в дни моей юности эпĕ çамрăк чухне; день ото дня кунсерен; третьего дня виçĕмкун; изо дни в день кунран-кун, кашни кун; на днях çак кунсенче; целыми днями кунĕ-кунĕпе; день и ночь кунĕн-çĕрĕн; порядок дня кун йĕрки; (расти) не по дням, а по часам кунпа мар, сехетпе (ӳс); среди (средь) бела дня тар кăнтăрла; со дни на день 1) одного дня на другой) кунран-куна; 2) ближайшее время) çак кунсенчех, çывăх вăхăтрах; считанные дни шутлă кунсем.

детектив

м. детектив, сыщик (1. капитализм çĕршывĕсенчи полиции преступииксене шыракан агенчĕ; 2. çак агентсен ĕçне сăнласа паракан произведени).

досюда

нареч. разг. çакăнта çитиччен, çак таран.

душа

ж. 1. филос. (нематериальное начало) чун; душа и тело чунпа ӳт-пӳ; 2. (свойство характера) чун, кăмăл, чĕре; добрая душа ырă чунлă çын; 3. (чувство; темперамент) чун, чĕре; петь с душой чĕререн юрла; 4. перен. (вдохновитель, организатор) чун; он душа этого колхоза вăл çак колхозăн чунĕ; 5. разг. (человек при указании количества) чун, çын; на улице ни души урамра пĕр чун та çын та) çук; 6. (единица населения) çын, ят; на душу населения пĕр çын ят) пуçне; 7. разг. (обращение) чунăм; душа моя чунăмçăм; ◇ в душе ăшра; по душам говорить чĕререн чуна уçса) калаç; вымотать всю душу чуна кăлар ил); заячья душа мулкач чунĕ, чăх чĕри; от всей души пĕтĕм чунтан, чĕререн; жить душа в душу чунтан-вартан килĕштерсе пурăн; не чаять души в ком-л. пĕтĕм чун-черепе сав юрат); отвести душу чуна пусар; душа не лежит к кому-чему-л. чун туртмасть; душа ушла в пятки сехре хăпрĕ; стоять над душой чуна ил; по душе кăмăла каять; он кривит душой вăл тӳрĕ çын мар; сколько душе угодно ытлашшипех; вложить душу в работу чунна хурса ĕçле; за душой нет ни гроша манăн пĕр пус та çук; душа нараспашку питĕ уçă çын, уçă чунлă çын; чужая душа потёмки посл. соотв. çын ăшне тавăрса пăхма кĕрĕк çанни мар (букв. внутренность человека нельзя вывернуть, она не рукав шубы).

за

предлог 1. с те. п. (на вопрос «где?») хыçра, хушăра, тулашĕнче, леш енче; стоять за дверью алăк хыçĕнче тăр; сидеть за столом сĕтел хушшинче лар; жить за рекой çырма леш енче пурăн; отдыхать за городом хула тулашĕнче кан; 2. с вин. п. (на вопрос «куда») хыçă, хушша, тулашне, леш енне, тепĕр енне; сесть за стол сĕтел хушшине лар; за спину çурăм хыçне; за реку шыв леш енне; уехать за город хула тулашне кай; сесть за пианино пианино калама лар; 3. с тв. п. (позади, вслед, следом) хыççăн, хыçран; один за другим пĕрин хыççăн тепри; за мной ман хыççăн; читать книгу за книгой кĕнеке хыççăн кĕнеке вула; 4. с тв. п. (во время чего-л. — на вопрос «когда?») хушшинче, вăхăтĕнче, чух; за работой ĕç вăхăтĕнче; за разговорами калаçнă хушăра; за ужином каçхи апат çине чух; 5. с вин. п. (указывает на начало действия) ⸗а [⸗е], ⸗ма [⸗ме]; взяться за работу ĕçе тытăн; сесть за шитьё çĕлеме лар; 6. с вин. п. (в течение, в продолжение) ⸗та [⸗те], ⸗ра [⸗ре], ⸗че, вăхăтра, хушăра; сделать за час пĕр сехет хушшинче туса пĕтер; за это время çак хушăра; за время отпуска отпуск вăхăтĕнче; 7. с вин. п. (раньше, до) маларах, малтан; за день до отъезда тухса кайиччен пĕр кун малтан; за два месяца до.. ⸗ччен икĕ уйăх малтан; 8. с вин. п. (позднее, больше, сверх) ытла, ытлашшипех, иртет, иртнĕ; мороз за двадцать градусов сивĕ çирĕм градус ытла, сивĕ çирĕм градусран та иртет; ему далеко за сорок вăл тахçанах хĕрĕхрен иртнĕ; уже за полночь çурçĕр иртнĕ ĕнтĕ; 9. с вин. п. (на расстоянии). ⸗а [⸗е], ⸗та [⸗те], ⸗ра [⸗ре], ⸗ран [⸗рен], çити, урлă; ехать за сто километров çĕр километра кай; находиться за двадцать километров от города хуларан çирĕм километрта вырнаç (е тăр, пул); за три дома от угла кĕтесрен виçĕ çурт (е кил) урлă; 10. с вин. п. (по причине, вследствие) ⸗ран [⸗рен], ⸗тан [⸗тен], ⸗шăн [⸗шĕн], пирки; уважать за честность тӳрĕ кăмăлшăн хисепле; за отсутствием улик айăплама сăлтав çук пирки; за недостатком времени вăхăт çукран; 11. с тв. п. (с целью, для чего-л.) патне, ⸗ма [⸗ме]; пойти за водой шыв ăсма (е шыв патне) кай; послать за вещами япала патне яр, япала илме яр; очередь за билетами билет черечĕ; 12. с вин. п. (ради, в пользу, в защиту) ⸗шăн [⸗шĕн], майлă пул; сражаться за родину тăван çĕршывшăн кĕреш; борьба за мир во всём мире пĕтĕм тĕнчери миршĕн пыракан кĕрешӳ; заступиться за кого-либо хута кĕр, майлă пул; 13. с тв. п. (при обозначении лица или предмета, на которые направлено действие) ⸗а [⸗е], ⸗на [⸗не]; ухаживать за больными чирлисене пăх; следить за чистотой тасалăха асăрхаса тăр; 14. с вин. п. (при обозначении лица, предмета, который берут, которого касаются и т. п.) ⸗тан [⸗тен], ⸗ран [⸗рен], ⸗чен; взять за руку алăран тыт; дёрнуть дверь за ручку алăка хăлăпĕнчен турт; 15. с вин. п. (при обозначении лица, предмета, вызывающих какие-л. чувства) ⸗шăн [⸗шĕн]; я рад за вас эпĕ сирĕншĕн хавас; мне стыдно за тебя мана саншăн намăс; благодарю вас за билет сире билетшăн тав тăватăп; 16. с те. п. (при обозначении лица, места и т. п., которому присуще какое-л. свойство) ⸗ăн [⸗ĕн], ⸗та [⸗те], ⸗ра [⸗ре]; за ним замечается такая привычка унăн çавăн пек йăла пур; 17. с вин. п. (в обмен, по цене) ⸗а [⸗е], ⸗ла [⸗ле]; за деньги укçалла; за плату тӳлевле; купить за десять рублей вунă тенкĕпе ил; 18. с вин. п. (вместо, взамен) ⸗шăн [⸗шĕн], вырăнне; подписаться за неграмотного хутла пĕлмен çыншăн алă пус; работать за товарища юлташшăн ĕçле; 19. с вин. п. (в качестве) вырăнне; принять за правило йĕрке вырăнне йышăн; оставаться за директора директор вырăнне юл; 20. с тв. п. (при указании лица, от которого зависит наступление какого-л. действия) ⸗тан [⸗тен], ⸗ран [⸗рен]; дело за вами ĕç сирĕнтен килет; очередь за вами сирĕн черет; 21. с тв. п. с чем-л. ⸗нă [⸗нĕ], ⸗лă [⸗лĕ]; приказ за подписью директора директор алă пуска приказ; письмо за 210 210-мĕш №-лĕ çыру; ◇ за исключением ⸗сăр [⸗сĕр] пуçне, ⸗ран [⸗рен] пуçне, ⸗а [⸗е] шутламасăр; ни за что ним парсан та, ним тусан та; ни за что ни про что ним (е пĕр) айăпсăр, айăпсăр-сăлтавсăр; за ваше здоровье сирĕн сывлăхшăн.

забросить

сов. 1. что (бросить, кинуть) ывăт, ывăтса яр, пăрах, пер, персе кĕрт; забросить мяч в сетку мечĕке сеткăна персе кĕрт; забросить сеть тетел яр; 2. кого (заставить очутиться) хăваласа яр (е кай, кил), илсе çитер; судьба забросила меня в далёкие страны шăпам мана инçетри çĕршывсене илсе çитерчĕ; 3. что (откинуть, заложить) çак, урт, уртса яр; забросить руку за спинку стула алла пукан хыçне яр; забросить ружьё за плечо пăшала çурăм хыçне çакса яр; 4. что (перестать заниматься) пăрах; забросить учёбу вĕренме пăрах; забросить книги кĕнеке вулама пăрах; 5. кого-что (доставить, завезти) илсе кил (е кай); леç, леçсе хăвар; çитерсе хăвар; забросить разведчиков в тыл врага разведчиксене тăшман тылне çитерсе хăвар.

закинуть

сов. 1. что (забросить) пер, пăрах, ывăт, яр, ывăтса (е персе, пăрахса) яр; закинуть мяч за забор мечĕке хӳме урлă ывăтса яр; закинуть ключ на полку çăраççине çӳлĕк çине пăрахса яр; закинуть сеть тетел яр; 2. кого, перен. (заставить оказаться где-л.) хăваласа кай (е кил), илсе кай (е кил); кайса яр, килсе яр; судьба закинула меня сюда мана шăпам илсе килчĕ кунта; 3. на что, за что çак, çакса яр, çаклат, çаклатса яр; урт, уртса яр; тăхăнтарт, тăхăнтартса яр; закинуть мешок за спину çурăм хыçне михĕ уртса яр; 4. что (переместить): закинуть ногу на ногу ура явса лар; закинуть назад голову пуçа каçăрт; закинуть назад руки алăсене хыçалалла тыт; закинуть назад волосы çӳçĕ хыçалалла яр (е каялла çавăрса хур); ◇ закинуть удочку шахвăрт, сăмах вăлт, вăлтса калаç.

заключаться

несов. 1. (находиться) вырнаç, вырнаçса тăр; механизм часов заключается в футляре сехет механизмĕ футлярта вырнаçать; 2. (состоять в чём-л.): задача заключается в следующем... задача çакăнта...; в этом слове заключается вся соль сказанного çак сăмах пĕтĕм шухăшăн тупсамне уçса парать; 3. чем (заканчиваться) вĕçлен; письмо заключается пожеланиями çыру ырлăх-сывлăх суннипе вĕçленет.

здесь

нареч. 1. (в этом месте) кунта, çаканта, çак вырăнта; я живу здесь эпĕ çакăнта пурăнатăп; 2. (в этом случае) кунта; ку ĕçре; здесь я ничем не могу помочь кунта эп нимпе те пулăшма пултараймастăп; ◇ одна нога здесь, другая там пĕр ури кунта, тепри лере.

иметься

несов. пур; всё, что имеется мĕн пурри; имеется ли у вас эта книга? сирĕн çак кĕнеке пур-и?; препятствий не имеется чăрмав çук; иметься в виду шута ил, асра тыт.

концессия

ж. концесси (1. пĕр-пĕр правительство урăх патшалăх çыннисене промышленность предприятийĕсем лартма ирĕк пани; 2. çак майпа йĕркеленĕ предприяти).

лезгинка

ж. (танец) лезгинка (лезгин халăхĕн ташши; çак ташă кĕвви).

летом

нареч. çулла, çуллахи вăхăтра; этим летом çак çулла.

литография

ж. литографи (1. чул çине ӳкерни тăрăх пичетлени; 2. çак майпа пичетленĕ ӳкерчĕк; 3. çак майпа пичетлемелли цех, вырăн).

лицензия

ж. эк. лицензи (ют çĕршывран кӳрсе килме е унта илсе тухма панă право; çак правăна ĕнентерекен документ).

лозунг

м. лозунг; повесить лозунг лозунг çак.

навесить

сов. что. 1. что, чего (повесить) çак, çакса яр; 2. что (приделать двери, ставни и т. п.) ларт, вырнаçтарса ларт.

надеть

сов. что 1. (одежду, обувь) тăхăн, тăхăнса яр; тăхăнтар(т); 2. (приладить, укрепить) тăхăн, тăхăнтар(т), çак; надеть ордена орденсене çак; надеть очки куçлăх тăхăн; надеть узду йĕвенле, йĕвен тăхăнтар.

напоказ

нареч. 1. (для обозрения) кăтартмалăх, курмалăх; кăтартма, кăтартас шутпа; выставлять напоказ кăтартма кăларса тăрат (е хур, çак); 2. (для виду) мухтанмашкăн, ятне тумашкăн.

настоящий

прил. 1. хальхи; в настоящее время хальхи вăхăтра; 2. в знач. сущ. настоящее с. хальхи, ку чухнехи; жить настоящим хальхипе пурăн; 3. (этот, данный) çак, ку; настоящее заявление çак заявлени; в настоящей статье ку статьяра; 4. (подлинный; натуральный) чан, тĕрĕс; настоящее имя чăн ячĕ; настоящее золото чăн ылтăн; 5. (истинный) чăн-чăн; настоящий друг чăн-чăн тус; настоящий художник чăн-чăн художник; 6. (о цене, стоимости) тивĕçлĕ, кирлĕ пек; настоящая цена тивĕçлĕ хак; ◇ настоящее время грам. хальхи вăхăт; настоящим образом чăнласа, кирлĕ пек.

нацепить

сов. 1. что. (повесить на крючок, гвоздь) çак, çакса яр; 2. разг. çак; нацепить значок значок çак.

недавний

прил. пĕркунхи, хальтерех (е анчахрах, нумаях пулмасть, çак кунсенче) пулнă.

олеография

ж. олеографи (картинăсем ӳкермелли меслет тата çак меслетпе тунă картина).

отсюда

нареч. 1. (от этого места) кунтан, çакăнтан, çак вырăнтан (е тĕлтен); 2. (по этой причине) çавăнпа, çавăн пирки, çав сăлтавпа.

перевесить

сов. 1. что куçарса çак; перевесить картину на другое место картинăна тепĕр вырăна куçарса çак; 2. кого-что (взвесить ещё раз) тепĕр хут виç (е турттар); 3. кого-что (превзойти в весе) йывăртарах пул (е турт, тай); 4. что и без доп., перен. разг. (иметь перевес) çĕнтер, çиеле тух.

переколоть

сов. 1. что (приколоть иначе, в другом месте) урăхла (е тепĕр çĕре) çак (е чик, тир); переколоть бант банта тепĕр çĕре тирсе хур; 2. кого (убить всех, многих) чиксе вĕлерсе пĕтер.

пломбировать

несов. что 1. пломбăла, пломба çак, паллă ту; пломбировать вагон вагона пломбала; 2. пломбăла, пломба хур; пломбировать зуб шăл пломбăла.

повесить

сов. 1. что çак, ус, çакса хур (е яр); 2. кого (казнить) çакса вĕлер; ◇ повесить нос пуçа ус, хуйха ӳк.

подвесить

сов. кого-что çак, çакса хур (е яр).

подвязать

сов. что 1. çыхса яр (е çак), айне çых; подвязать ведро под телегу урапа айне витре çыхса яр; подвязать руку алла çыхса çак; подвязать помидоры помидорсене çых; 2. (надвязать) хушса çых, çыхса вăрăмлат (сам, чăлха).

покоробить

сов. 1. что аврăçтар, пăрнăçлантар, кĕрмĕштер; чапраслантар; пол покоробило безл. урай хăми кĕрмĕшнĕ; 2. кого, перен. лайăхмарлантар, кăмăлсăрлантар; его покоробило от этих слов çак сăмах ăна кăмăлсăрлантарчĕ.

посейчас

нареч. разг. халиччен, çак таранччен, паян кунччен, халĕ те, паян кун та.

прибить

сов. 1. что çумне çап (е çак), çапса ларт; прибить вывеску вывеска çак; прибить гвоздями пăтапа çапса ларт; 2. что (дождём, градом и т. п.) ӳкер, тĕшĕр, пусар, çап, ват; всходы прибило градом безл. калчасене пăр çапнă; дождь прибил пыль çумăр тусана пусарнă; 3. обычно безл., кого-что (пригнать) хăваласа пыр (е кил), илсе пыр (е кил); лёд прибило ветром к берегу çил пăра çыраналла хăваласа килнĕ.

прикрепить

сов. кого-что 1. (присоединить) çыпăçтар, çак, хур, ларт, çирĕплет; прикрепить значок значок çак; прикрепить штык к винтовке винтовка çине штык ларт; 2. (передать в ведение) çумне çирĕплет; прикрепить к мастеру маçтăр çумне çирĕплет; 3. (зарегистрировать) çумне çирĕплет, учёта тăрат.

приспособить

сов. кого-что майлаштар, ăслайла, юраттар, юрăхлă ту; этот дом хотят приспособить под клуб çак çуртран клуб тăвас теççĕ.

прицепить

сов. кого-что 1. кăкар, çаклат, кăкарса (е çаклатса) яр; прицепить вагон вакун кăкарса яр; 2. разг. (приколоть) çак, çакса яр; прицепить бант бант çакса яр.

промежуток

м. 1. хушă, сыпă, хутлăх; промежуток в несколько метров темиçе метр хушши; 2. (время) хушă, тапхăр, атаха; короткий промежуток времени авăк; за этот промежуток времени ку атахара, çак хушăра.

путать

несов. 1. что арпаштар, аркат, çыхлантар, чăлхантар; путать пряжу çипе аркат; 2. что (вносить беспорядок) пăтрат, арпаштар, йĕркене пăс; 3. кого-что с кем-чем (смешивать) пăтрат, пăтраштар; ты с кем-то меня путаешь эсĕ мана такампа пăтраштаратăн; 4. кого, разг. (вовлекать, вмешивать) хуш, хутшăнтар, çыхлантар, явăçтар; не путайте меня в это дела мана çак ĕçе ан çыхлантарăр; 5. (сбивчиво говорить) пăтрат, пăтраштар; не путайте, отвечайте яснее уççăнтарах, пăтраштармасăр ответлĕр; 6. кого (надевать путы) тăлла, тăлласа яр.

раджа

м. раджа (Индири феодал княçĕсен титулĕ тата çак титуллă çын).

рекомендовать

сов. и несов. 1. кого рекомендациле, рекомендаци пар; 2. что и с неопр. сĕн, канаш пар; рекомендую прочесть эту книгу çак кĕнекене вуласа тухма сĕнетĕп.

репродукция

ж. репродукци (1. ӳкерчĕксене çĕнĕрен ӳкерсе йышлăлатни; 2. çак майпа тунă картина, ӳкерчĕк).

самый

1. мест. опред. (именно, как раз) шăп, шăп та шай; эта самая книга шăп та шай çак кĕнеке; в этом самом месте шăп çак вырăнта; в ту самую минуту шăп çав самантра; 2. (по времени или пространству, предельно близко) мĕн ⸗ах [⸗ех], чăн, чи; с самого утра мĕн иртенпех; до самой смерти мĕн виличченех; на самом верху чăн тăрринче; 3. (при существительных обозначает предельно высокую степень) шăп, шăп та шай, лăпах, чăн, чи; в самый разгар спора шăп тавлашу хĕрсе çитнĕ вăхăтра; 4. (при образовании превосходной степени качественных прилагательных) чи, питĕ, çав тери; самый красивый чи хитре; в самом деле тĕрĕссипе, чăннипе; в самый раз шăпах.

свесить

сов. что 1. (дать повиснуть) çак, ус, усса яр, урт, уртса яр; свесить ноги урана усса лар; 2. (склонить, наклонить) ус, усса антар, авса антар; свесить ветви турат ус (йывăç).

сей

мест. м. указ. уст. (сие с. сия ж., сии мн.) ку, çакă; на сей раз ку хутра; до сих пор; 1) (о времени) ку таранччен; 2) (о месте) ку таран, кунта çитиччен; по сей день паян кунчченех; ◇сию минуту çак самантрах, халех.

сейчас

нареч. 1. (теперь) халь, çак сехетре (е самантра); 2. (в самом скором временио предстоящем действии) халех, çак самантрах (е сехетрех), кĕçех; он сейчас придёт вăл халех килет; 3. (только чтоо прошедшем действии) халĕ кăна, халь çеç; он сейчас здесь был вăл халь кăна кунтаччĕ; 4. (немедленно, сразу) халех, тӳрех.

советовать

несов. 1. что и с неопр. канаш (е ас) пар, сĕн; я советую вам прочитать эту книгу эпĕ сире çак кĕнекене вуласа тухма сĕнетĕп; 2. с неопр. и с отриц., разг. (предостерегать) хуш; не советовать ан хуш.

текущий

прил. 1. (теперешний) хальхи, çак, ку, хальхи вăхăтри; в текущем году кăçал; текущий момент хальхи самант; 2. (повседневный) кулленхи, яланхи, кашни кунхи; текущие вопросы кулленхи ыйтусем; ◇ текущий счёт яланхи счёт (вкладчикăн банкри е перекет кассинчи счёчĕ); текущий ремонт вак-тĕвек юсав.

телемеханика

ж. телемеханика (1. производство процесĕсене çыхăну хатĕрĕсемпе усă курса тытса пыни; 2. наукăпа техникăн çак ĕçе тĕпчесе вĕренекен уйрам пайĕ).

тенор

м. тенор (1. арçыннăн çинçе сасси; 2. çак сасăпа юрлакан çын).

теперешний

прил. разг. хальхи, ку чухнехи, çак вăхăтри.

трепак

м. трепак (вырăс халăх ташши; çак ташă кĕвви).

федерализм

м. федерализм (1. федерациллĕ тытăм; 2. çак тытăма пурнăçлас тесе тăрăшакан юхăм).

флаг

м. ялав; красный флаг хĕрлĕ ялав; ◇ выкинуть флаг ялав кăларса çак; под флагом каким-л. или чего-л. пăхăнса.

шея

ж. май, ĕнсе; ◇ гнуть шею перед кем-л. см. гнуть; наломать (или намять) шею кому-л. ĕнселе, тăхăнтарт; намылить шею кому-л. хăтăр, ятла; свернуть шею кому-л. мăйне пăрса тат (камăнне те пулин); свихнуть (себе) шею ĕнсӳне мăкăлта; сломать (себе) шею ĕнсӳне хуç; гнать в шею (или в три шеи) хăваласа яр; вешаться (или кидаться, бросаться) на шею кому-л. мăйран уртăн (е çакăн); виснуть (или висеть) на шее у кого-л. 1) ыталаса ил, мăйран çакăн; 2) юраттарасшăн пул; посадить на шею кому-л. хуш (кама та пулин пăхма, пулăшма); сесть на шею кому-л. çын шучĕпе пурăн; вешать себе на шёю хомут хăвна валли чăрмав туп; надеть (или накинуть) петлю на шёю кому-л. çак (кама та пулин), çакăн (ху); на свою шёю, себе на шёю хăвна валли (инкеке).

это

частица. 1. указ. ку, вăл, çакă, çав; это я ему говорил ăна эпĕ каларăм; это вы вчера звонили мне? ĕнер ман пата эсир шăнкăравларăр-и çак?; 2. усил. разг. -ха; куда это он спешит? ăçта васкать-ха вăл?

этот

мест. 1. указ. ку, çак, çав, вăл; этот дом çак çурт; на этом месте ку вырăнта, çак тĕлте; эти книги ку кĕнекесем; 2. в знач. сущ. этот м., эта ж., это с. ку, çакскер; я этого не знаю куна эпĕ пĕлместĕп.

Русско-чувашский словарь социальной лексики (2004)

плакат

плакат; политический плакат политика плакачĕ; вывесить плакаты плакатсем кăларса çак

Чувашско-татарский словарь (1994)

çак

эләргә (вешать)

çак

шушы (этот)

Чувашско-эсперантский словарь

вула

[vula]
legi (legu)
эп(ĕ) çак кĕнекене вуланă — mi legis tiun ĉi libron
вулав кĕнеки — legolibro
вуланă кĕнеке — legita libro
вуласа тух — tralegi, finlegi
вуласа ил — legeti, legi iom
вуласа тăр — legadi
вуласа пар — laŭlegi, legi (por iu)
вулав — leg(ad)o, lega
вулав каçĕ — legovespero
вулавăш — biblioteko
ман(ăн) вулавăша кайса килмелле — mi devas iri al la biblioteko
вулавăшçă — bibliotekisto
вулавçă — leganto

килĕш

[kileŝ]
plaĉi (plaĉu), konsenti (konsentu), taŭgi (taŭgu)
вăл мана питĕ килĕшет — li (ŝi) tre plaĉas al mi
пĕр-пĕрне килĕш — plaĉi unu al alia
эп(ĕ) санпа килĕшетĕп — mi konsentas kun vi
сана çак кĕпе питĕ килĕшет - tiu ĉi robo tre taŭgas (konvenas) por vi

май

[maj]
flanko; maniero, truko, ebl(ec)o, okazo; laŭ
пит май — fronta flanko
тӳнтер май — dorsa flanko, reverso
пур майпа та — per ĉiuj eblaj rimedoj
çак майпа тăвас пулать — necesas fari tiel ĉi, tiumaniere
халĕ тĕл пулма май нимĕнле те тупаймастăп — nun mi neniel povas renkontiĝi
Италине кайса килме май килчĕ — mi havis eblecon viziti Italion
май пулсан — se eblos (eblas)
кайма май çук — ne estas ebleco iri
майне кура — depende de cirkonstancoj
тĕрлĕ майпа — diversamaniere
пур(ă)нăç майĕ — vivmaniero
хĕвеле май — laŭ la Suno
майăн — konforme al...
вăл каланă майăн — laŭ liaj (ŝiaj) vortoj, diroj
сăмах майĕпе — alvorte, interalie
пĕрмай — ĉiam

пар

[par]
doni (donu), helpverbo kun signifo "agi por iu"
парсан кам илмĕ? — kiam oni donas kie ne prenos?
сăмах пар — promesi
парса тăр — liveri
кивçен укçа пар — pruntedoni
çак кĕнекене пар-ха — bonvolu doni tiun ĉi libron
паян ĕç укçи параççĕ — hodiaŭ oni donas laborpagon
ирĕк пар — permesi, doni liberon
май пар — havi eblecon
каласа пар — rakonti
тара пар — luigi
ăс пар — konsili, eduki, instrui
яра пар! — eku! faru!
вăй патăр! — dio helpu!
тем парсан та — neniukaze, je neniu mono de la mondo
парне — donaco
ку сана манран пĕчĕк парне — ĝi estas malgranda donaco de mi
уяв парнесĕр пулмасть — festo ne okazas sen donacoj
парнеле — donaci
эпир ăна кĕнеке парнелерĕмĕр — ni donacia al ni libron

çак

vd çав;

çав

[ŝjav/ŝjak]
tio (ĉi)
çав кун — en tiu ĉi tago
çавăнпа та — pro tio, так как
çак çын — tiu homo
çак хушăра — en tiu tempo
çакăн хыççăн — post tio
çакăнтан — de tie, de tiu loko
çакăнти — tiea, de tiu loko

туп

[tup]
trovi (trovu), diveni (divenu), konjekti (konjektu)
эс(ĕ) ăна ăçта тупрăн — kie vi trovis tion?
тупмалла — necesas trovi
пурпĕрех тупатăп — ĉiukaze mi trovos
çак кĕнекене ăçта тупма пулать? — kie oni povas trovi tiun ĉi libron?
тупăм — enigmo
тупăм кала — doni enimon

Немецко-чувашский словарь Йоханнeса Бeнцинга (Benzing)

dieser

zak, ku, văl
çак, ку, вăл

Этимологический словарь чувашского языка (1964)

çак

«вешать», «повесить»; çакăн «вешаться», «повеситься»; çакă «вешалка»; азерб. чэк, туркм. чек «вешать»; дара чек «повесить»; азерб. чәкил «вешаться».

çак

, çакă «этот». Из çа «тот» + акă «вот» (см. çавă); в словаре Ашмарин а: çакă < çaв + ку (XII, 32).

çекĕл

«крюк, на который вешают одежду»; азерб. чәнкәл «крюк». От çак (см.), азерб. чәк «вешать».

Чувашско-русский фразеологический словарь

Айăпа юл

Айăпа юл 1. быть осужденным, навлекать / навлечь на себя осуждение; 2. быть виновным.
1. Хăш çын тĕрĕссине каласа айăпа юлать, хăш çын ултавпа та, суяпа та тӳрре тухать. 2. Çак йывăр вăхăтра тăрăшмасан, эпир пысăк айăпа юлатпăр. Хыпар.

Аса кил

Аса кил приходить / прийти на память [на ум] кому, вспоминаться / вспомниться кому.
Мана çак чаплă Çĕнтерӳ кунне кĕтсе илеймен, çапăçу хирне выртса юлнă тусăмсем аса килчĕç. В. Алентей. Тăван хирти ыраш е тулă Килетчĕ яланах аса. А. Воробьев.

Вăй ил

Вăй (хăват) ил крепнуть / окрепнуть, набираться / набраться сил.
Вăй илнĕ чăвашăн чĕлхи уçăлать. Хăюллăн пырать вăл ялав патнелле. С. Элкер. Сурăм шывĕ çак ял патне çитнĕ, шыв арманĕн çуначĕсене çавăрмалăх вăй илет. Ю. Скворцов. Çумăрпа вăй илнĕ ыраш калчи пуç тайса хумханчĕ. В. Васильев-Уçăм. Граждан вăрçи хыççăн тăват-пилĕк çултан Совет çĕршывĕ лайăхах аталанса вăй илчĕ. С. Элкер. — Тĕп тăвăр вĕсене [халăх тăшманĕсене]! — ян каять сасă Тухтар сăмахĕпе хăват илсе. Н. Илпек.

Вăй пар

Вăй [вăй-хал, хал] пар придавать / придать силу кому-чему.
Çтаппан татса хуравлани Макçăма та вăй пачĕ. Н. Мранькка. Ем-ешĕл чăрăшсем, хырсем, çап-çутă Атăл хумĕсем чун-чĕрене вăй-хал параççĕ. В. Алентей. Халăх чунне туйса тăма пире Çак çĕр, çак шыв ĕмĕрлĕх хал панă. Ю. Семенов.

Ĕнсе çине тиен

Ĕнсе çине тиен сваливаться [валиться] / свалиться на плечи кого, чьи.
Кируш ĕнси çине те килĕнчи пĕтĕм ĕç тиеннĕ. А. Талвир. Камăн ĕнси çине тиенет çак ĕçĕн асапĕ чи малтан? К. Турхан.

Ĕçе яр

Ĕçе [хута] яр 1. пускать / пустить в ход что; 2. вводить / ввести в строй что; 3. приводить / привести в движение что.
1. Ванюк пĕр нимĕçĕ çине сиксе ларса кинжалне ĕçе янă самантра тепĕр нимĕçĕ тарма ĕлкĕрет. В. Алакер. Николай Михайлович рацие ĕçе ячĕ те диспетчерпа çыхăнчĕ. Коммунизм ялавĕ. 2. Çак кунсенче строительсем ял ĕçченĕсене тепĕр парне кӳчĕç — больницăри стационар çуртне хута ячĕç. Коммунизм ялавĕ. 3. Савик хуçапа ывăлĕ те, армана пынă çынсем те атте двигателе ĕçе ярасса кĕтеççĕ. А. Талвир. Тракторист чарăннă тракторне хута ярасшăн пулчĕ. В. Ухли.

Йывăра ил

Йывăра ил принимать / принять близко к сердцу; син.: чĕрене хурса йышăн, кăмăлна йывăр ил.
Суйса курман халиччен, ырă аннемĕр, ултав та туман çак куна çитсе, — калас сăмахăм, тен, йывăр пулĕ, çавах ăна йывăра ан илĕр. Н. Патман. Пăрасук пит хуйхă тытакан хĕр пулнă. Аякран çаврăнса тивнĕ сăмаха та вăл йывăра илнĕ. Ю. Скворцов.

Карта лар

Карта лар довольствоваться / удовольствоваться чем, удовлетворяться / удовлетвориться чем.
Тухтан çак каç та çырлахмасть, Çилли-вĕччи картне ларман-ха. С. Шавли.

Кăмăла хăвар

Кăмăла хăвар причинять / причинить обиду, неприятность кому, какую, чем, обижать / овидеть кого-что.
Ирина вăл кăштах суйнине сиссе илчĕ. Анчах унăн аппăшĕн кăмăлне хăварас килмерĕ. А. Алка. — Кинемей, çак хĕрачан кăмăлне хăварса ĕмĕр ӳкĕнсе пурăнас тетĕн-и? Е. Лисина.

Куç ан хуп

Куç ан хуп не смыкать / сомкнуть глаз [очи]. Çуллахи кĕске çĕр те вара куç хупмасăр иртсе каять. Н. Патман. Шăннипе çĕрĕпе чăлăм куç хупмарăмăр. В. Сатай. Çак пусăна сухаласа пĕтерес тесе, Геннадий шăпах пĕр талăк хушши куç хупмарĕ вĕт. С. Аслан.

Куç пек сыхла

Куç [куç шăрçи] пек сыхла [упра] беречь как зеницу ока; син.: куç шăрçине сыхланă пек сыхла.
— Эсир, çĕнĕ хунав, хамăр влаçа куç пек сыхлăр, çирĕплетĕр ăна. В. Паймен. Аттемĕрсен ятне сума суса, Ĕçлер хастар пур вăй-халпа, — Куç пек сыхлар çуратнă çĕршыва! Эх, юррăм, янăра. Çак ĕмĕрĕн мухтавлă ачисем, тантăшăмсем, çĕршывăма куç шăрçи пек упратпăр. X. Акивер.

Куç хыв

Куç хыв 1. смотреть / посмотреть проницательно на кого-что; высматривать / высмотреть; 2. заприметить кого-что; 3. намечать / наметить что, брать / взять на примету что, с какой целью.
1. Ĕçлесе тара ӳкнĕ кил хуçи çурчĕ еннелле кĕтмен çĕртен тенĕ пек куç хыврĕ, çав самантрах сехри хăпса тухрĕ. Н. Илпек. 2. Савик хĕрĕ вĕреннĕ çыннах куç хывнă, теççĕ. А. Талвир. Ялта Анука куç хывнă каччăсем нумай, анчах та хăй кама та пулин кăмăллани пирки сас-хура илтĕнмест. А. Артемьев. 3. Пур тупсăм çак юптарура: Хăйсем куç хывнă çĕршывсем тавра Колонизаторсем çапла Вăйăкланса çӳреççĕ шакалла. А. Кăлкан.

Куçран вут

Куçран [куçсенчен, куçпуçран] вут [вут-хĕм] сирпĕнчĕ [тухрĕ] искры из глаз посыпались [полетели] у кого; син.: икĕ куçран вут тухрĕ, пĕтĕм вуттăн-хĕммĕн туйăнса кайрĕ.
Тепри сисмен хушăрах Варварие куçран çапса ячĕ. Варвари куçĕнчен вут сирпĕнчĕ те, пачах курми пулса ларчĕ. С. Аслан. Ваçкă месерле палт кайса ӳкрĕ, куçĕнчен вут сирпĕнчĕ. М. Ухсай. Анчах мĕн ку? Петĕре тăнлавран кистен лекет, Куçран вут-хĕм сирпĕнет, тӳсеймест, ӳкет çĕре. Г. Ефимов. Çак самантра хĕрпе хытах пырса çапăнтăмăр. Куçран вут-хĕм тухрĕ. В. Алентей. Пĕри çав вăхăтра Ахванире питĕнчен килсе çапрĕ. Ахваниç куçĕ-пуçĕнчен вут сирпĕнчĕ. Г. Краснов. Куçсенчен пĕтĕмпе вут тухса кайрĕ.

Куççуль юхать

Куççуль юхать [тухать, тăкăнать] плачет (горькими слезами).
Çак юрра юрланă чух та, унтан салтаксене çывăрма кансĕрлекен шăпчăксем çинчен юрланă чух та чылайăшĕн куççулĕ тухрĕ. Л. Агаков. Иртнине манмалăх вăхăт пур пек — Вăрçă чарăнни миçемĕш çул? Чун суранĕ тӳрленмест-ха пурпĕр, халĕ те юхать вĕри куççуль. П. Васильев. Куççулĕ шăпăр-шăпăр тăкăнать хăйĕн.

Леш тĕнчене ăсат

Леш тĕнчене ăсат отправлять [спроваживать] / отправить [спроводить] на тот свет кого.
Çак кун уруковецсем тăватă яла йышăннă, 160 фашиста леш тĕнчене ăсатнă. Чăваш календарĕ. Эпĕ тĕплĕнех мар пулсан та, пĕлетĕп атте ăçта иккенне, çавăнпа шарламастăп. Ăна салтаксем е тĕрмене хупса лартнă, е леш тĕнчене ăсатнă. М. Данилов-Чалтун.

Мăйкăч кĕтет

Мăйкăч кĕтет петля [верёвка] ждет кого. Тытаймасан — хăвна мăйкăч кĕтет. М. Белов. Çак ирĕке илес тесе, Мĕнле вĕт çапăçнă çынсем! Тĕрне е мăйкăч кĕтнине — Пĕлсех кĕрешнĕ паттăрсем. С. Элкер.

Мăшкăл кур

Мăшкăл кур 1. позориться / опозориться, срамиться / осрамиться; 2. подвергаться / подвергнуться глумлению, издевательству.
1. Тĕнчере хĕрĕх çичĕ çул пурăнса та кун пек чĕр мăшкăл курманччĕ. В. Алентей. Хам та айван çав. Виçĕ кун хушшинче икĕ мăшкăл куртăм: малтан Шатра Михаларан, кайран çак тăманаран. М. Кипек. 2. Вăрман варринчи мăшкăл курнă ял Шăнкăрав сассипе юлать çӳçенсе. С. Элкер. Уй-хирте пĕр ушкăн кашкăр Çисе янă пуп пирки Курĕç хурлăх, курĕç мăшкăл Манăн виçĕ савнă кин. Я. Ухсай.

Никĕсе хур

Никĕсе хур класть / положить в основу что.
Çак выводсене асра тытса, вĕсене тĕп никĕсе хурса ĕнтĕ колхоз тăваççĕ. М. Белов.

Патак çи

Патак çи терпеть / потерпеть побои, быть битым.
Шăнса, тертленсе, патак та çисе, Сутник витинче ларать ак Тайпи. С. Элкер. Çак усал хĕрарăмăн патакне çисе курнă хĕрача ним тума аптăраса тăрать. А. Алка.

Пĕве кĕр

Пĕве кĕр взрослеть / повзрослеть, становиться / стать взрослым (взрослее).
Пĕве кĕрекен хĕрача ялан амăш юмаххине итлесе лараймĕ. Ю. Скворцов. Чĕкеç çак хушăра пĕве кĕрсе çитет. Н. Илпек.

Пĕр кавара кĕр

Пĕр кавара кĕр сговариваться / сговориться с кем.
— Эсĕ те Çитăр Якурчăпа пĕр кавара кĕтĕн-и? Яла сутма шут тытрăр-и, элле. Г. Алентей. — Хуш-ха мана çак ĕçе! — терĕ тухтăр пĕр кавара кĕнĕ чухнехи пек. И. Вазов.

Пите хĕрт

Пите (питсене) хĕрет 1. позорить / опозорить кого. 2. позориться / опозориться, срамиться / осрамиться; 3. вгонять [вводить] / вогнать [ввести] в краску кого.
1. — Эх, çак ачасене, — терĕ Фатыма, — ирĕксĕрех питсене хĕретеççĕ. Тутар калавĕсем. Ĕнер çеç шурă çар намăсĕ сирĕн питĕре хĕрететчĕ. М. Белов. 2. Çавăн пекех, хамăр та шанса тăратпăр: парти райкомĕ умĕнче пите хĕретме тивмĕ пире. В. Краснов-Асли. 3. — Верхоленский профессорпа эпир кăçал та шырав ĕçĕпе килтĕмĕр. Ыранах Йĕпреçе каятпăр. Эсĕ пирĕнпе пымастăн-и? — тесе, Мурзайкин кăвак куçлă хĕрĕн питне хĕретрĕ. А. Талвир.

Пурнăçа кĕрт

Пурнăçа [ĕçе] кĕрт проводить / провести в жизнь что, претворять [воплощать] / претварить [воплотить] в жизнь что, осуществлять / осуществить на деле [в действительности] что, приводить / привести в исполнение что, реализовать что.
Ваççа ку каç çĕрĕпех çывăраймарĕ. Хăйне шанса панă операцие епле пурнăçа кĕртесси çинчен шухăшласа выртрĕ. А. Александров. Боеца приказ панă пулсан — ăна хăвăрт пурнăçа кĕртес пулать. Л. Агаков. Орлов кирлĕ çĕре вĕçсе çитĕ, Ĕçе кĕртĕ çапах приказа. А. Ĕçхĕл. Çак залра Совет законĕсене ĕçе кĕртсе пынă, историлле ларусем пулса иртнĕ. Чăваш календарĕ.

Пуç хыв

Пуç хыв жертвовать / пожертвовать жизнью.
Çак восстанире пурĕ 50 çын ытла пуçне хывнă, темиçе çĕр çын ĕмĕрлĕхех пуçиле е каторгăна ăсаннă. И. Кузнецов. [Тарье:] Пĕр савăнăçсăр иртрĕ ман пурнăç. Упăшкапа пурăнса телей курни те икĕ çул кăна. Илсе кайрĕç ман Ваçлее, каялла ямарĕç — пуçне хыврĕ ют çĕршывра. П. Осипов.

Пуçа çĕмĕр

Пуçа çĕмĕр [ват] ломать / поломать голову над чем, по поводу чего.
— Шухăшла, шухăшла... Эп васкатмастăп. Пĕр эрне çитет-и пуçна çĕмĕрме? А. Емельянов. — Ав, мĕнле пысăк ыйтупа пуçа çĕмĕретĕн иккен? В. Краснов-Асли. Николай Андреевич правленире шăпах çак ĕçсем пирки пуçне ватса ларатчĕ. А. Ĕçхĕл. Эпĕ паçăртанпах Сидоров пирки пуçа ватса ларатăп. Хв. Уяр. — Çук, капла пуçа ватса ларнипе ухмаха тухасси кăна юлать. А. Емельянов.

Сăмах илт

Сăмах (сăмаха) илт получать / получить упрёк, навлекать / навлечь на себя упрёк.
Тен, ĕмĕр çак ӳпкевлĕ сăмаха илтсе пурăнма тивĕ. А. Артемьев. Каллех сан пирки сăмах илтсе вырт.

Сăмах çап

Сăмах (сăмаха) çап [çаптар] 1. оживлённо, увлечённо разговаривать, беседовать; 2. пустословить, болтат
1. Хĕрӳ офицер сăмах çапнă чух Текейпе Итрен çитеççĕ утса. С. Элкер. Сăмаха çапать хăна. А. Алка. Икĕ карчăк тăнă та Кипарис умне Çаптараççĕ, тупата, Вĕçсĕр сăмахне. А. Лукин. 2. Каçхи апатсене пырсан, эпĕ çак официанткăна час-часах эрех-сăра ĕçсе ларакан çамрăксем таврашĕнче сăмах çапса кулкаласа тăнине асăрхаттăм. С. Элкер. Правленинче сăмах çаптарса ларасси нимех те мар. Ĕçлесси вара, çанă тавăрса ĕçлесси — ансат мар. В. Алентей.

Сăмах ту

Сăмах ту 1. уговариваться / уговориться, решать / решить сообща; 2. упрекать / упрекнуть кого.
1. Пĕрле пурăнма сăмах тăваççĕ ерипе. Чăваш халăх юррисем. 2. Эпир ĕçрĕмĕр, çирĕмĕр çак килте, кайран сăмах ан тăвăр.

Сăн кĕрт

Сăн кĕрт [пар] 1. придавать / придать вид какой; 2. придавать / придать красивый вид, красоту кому-чему.
1. Çын çине пăхнă чух тутисене хĕсерех тытать, çакă ăна ăраснах палăрса тăракан мăн кăмăллă сăн кĕртет. С. Аслан. Çак иртнĕ ĕмĕрсен сăн-сăпачĕ Тĕп пулчĕ пирĕн çутă кунсемпе. Совет тĕнчи урăхла сăн пачĕ Савнă çĕршыва илемлĕхĕпе. А. Алка. 2. Тĕрлĕ курăксен эмелĕ Çĕнтерет сурансене, Кулленех нар пек илемлĕ Сăн кĕртет салтак питне. Я. Ухсай. Чӳрече каррисем, ковёр, тимĕр кровать пӳрте сăн кĕртсе тăраççĕ. Н. Терентьев. Çут-çанталăк чысĕпе мухтавĕ! Çĕршыва хитре сăн паракан! Çуркукне! Сана чун ĕмĕр савĕ! А. Алка.

Сăнран улшăн

Сăнран [сăн-питрен] улшăн изменяться / измениться в лице.
Агния Ивановна çак хута вуласа тухрĕ те çавăнтах сăнран улшăнчĕ. В. Краснов-Асли. Микула сăнран улшăннине сиссен, Анукăн чĕри чĕпĕтсе ыратма тытăнчĕ. Н. Мранькка. Покрышень кун хыççăн Михаил Кузьмин сăн-питрен улшăнса кайнине асăрхарĕ. Ю. Званацкий.

Сăнчăрне тат

Сăнчăрне (сăнчăрсене) тат [аркат, ват, салат] разрывать / разорвать цепи чего (оовободиться от чего-либо).
Хĕллехи хаяр çанталăк Сăнчăрне татать хĕвел. Я. Ухсай. Сăнчăра пĕччен татаймăн, Сансăр çутă кун кураймăн, Сӳнĕп кăлăхах. С. Шавли. Çак сăнар уйрам çынна мар, чуралăх сăнчăрне аркатса çĕнĕ тĕнче тума тытăннă ĕçхалăхне пĕлтерекен пĕтĕмлетнĕ сăнар пулса тăрать. П. Хусанкай. Чĕрĕ эс! Тыткăнланнă Гренада çапса ватĕ тăшман сăнчăрне. Ху çинчен те, хăвăн юрруна та Савса юрлĕç вара ĕмĕрне. Я. Хусанкай. Çапса-касса татрĕç çĕлен пуçсене, Чăлпар çеç салатрĕç чура сăнчăрне. С. Элкер.

Сехре хăпарт

Сехре хăпарт напускать / напустить страху, нагонять / нагнать страх (страху), наводить страх ужас]; син.: сăсăл вĕçтер.
Коммунист, маттур разведчик Нимĕç мурĕн сехрине Хăпартма кĕрсе çӳретчĕ Хăш чухне тăшман тылне. Я. Ухсай. Çак шур казаксем аякранах сехре хăпартмалла паттăррăн та хăрушшăн курăнчĕç. В. Бурнаевский.

Сивĕ тытать

Сивĕ [сивчир] тытать лихорадит кого.
Кавĕрле йыснăшĕ сивĕ тытнипе аптраначчĕ. Т. Петĕркки. Каçхине нимĕçсем, пĕр лапсăркка хурама айĕнче, çак шăрăх кунта сив чир тытса пăрахнă пек чĕтресе тăраççĕ. А. Алка.

Çанçурăм сăрлатса каять

Çанçурăм сăрлатса [сӳлетсе, çӳçенсе] каять (кайрĕ) [илет (илчĕ)] мурашки бегают [ползают] (забегали [поползли] по спине [по телу, по коже] кого.
Сăмахсерен сăрăлтатать çанçурăм. П. Хусанкай. Çанçурăмĕ сăрăлтатса кайрĕ унăн. В. Алентей. Халĕ аса илет те çав кунсене Кĕркури, унăн пĕтĕм çанçурăмĕ сӳлетсе каять, чун-чĕри тăвăнса килет. А. Янташ. Пĕтрĕм вĕт, Роман. Манăн пĕтĕм çанçурăм сӳлетсе илчĕ. Хв. Уяр. Çак сăмахсене каланă чухне ман çанçурăм çӳçенсе илчĕ, ӳт-пĕвеме çĕлен яваласа илнĕ пек туйăнчĕ. В. Бараев. Эпĕ хыçалалла çаврăнса пăхрăм та ман пĕтĕм çанçурăм çӳçенсе кайрĕ: ун пĕтĕм кабинине çулăм явса илнĕ! Ф. Орлов.

Çука кăлар

Çука кăлар [ерт, хăвар] разорять / разорить кого-что,
Этеме йăлтах çука кăларса ан пăрахсам. Хăвна ху çука ан ерт. Пирĕн хресчене пуринчен ытла çак пысăк парăмсем аптăратаççĕ, çука хăвараççĕ. Хыпар.

Çунат ус

Çунат ус опускать / опустить крылья (крылышки).
Хаяр кĕрешӳре Йĕтре витĕр тӳрех Хĕр кĕнĕ вут ăшне... Усма паман çунат Çак пĕчĕкçĕ этем Вут-кайăк пек чунпа. М. Волкова. Иван Егарчă ăнланнă пек те пулать, çавăнтах ăна пĕчченлĕх хупăрласа илет. Шыв чиксе кăларнă чăхă пек тĕршĕнсе çуначĕсене усать. В. Краснов-Асли. Чăрсăр-çке вăл июнь хĕвелĕ: хăйĕ çунатне усас вăхăтра та вĕри. А. Емельянов.

Çут тĕнчерен уйрăл

Çут тĕнчерен уйрăл [кай, çухал] уходить / уйти из жизни.
Маня иккĕмĕш класс пĕтернĕ çулхине, шăп çу варринче пĕтĕм çутçанталăк ешерсе чечекленнĕ вăхăтра, Фадей Фадеевич арăмĕ çут тĕнчерен уйрăлчĕ. А. Талвир. Эпир çут тĕнчерен кайсан, Куççуль ӳкетех-шим вара? X. Акивер. Лукарьен çак самантрах куçне хупса çут тĕнчерен çухалас килчĕ. Н. Мранькка.

Тĕллев тыт

Тĕллев тыт иметь целбю [задачей] что, иметь цель [задачу] какую, ставить / поставить себе целью что.
Писательсем ырă шухăш, паха тĕллев тытса ĕçленĕ. М. Сироткин. Хăй [автор] Элкей килйыш историне айлăн, тĕпĕ-йĕрĕпех каласа парас тĕллев тытнă. П. Осипов. — Кунçулта пурнăç тан мартан пур йăх-яха тăкар хырса! — тĕллев тытать те ман атте Çак шухăшра чакмасть. А. Лукин.

Тĕп ту

Тĕп ту 1. разорять / разорить кого-что- 2. уничтожать / уничтожить кого-что; 3. мучить / замучить кого.
1. Пĕтĕм яла тĕп турĕç-çке, пурте кĕлмĕçе тухрăмăр капла. К. Турхан. Михха тĕп туман пулсан, кăçал шурă пӳрт лартатчĕ вĕт. Н. Мранькка. [Платник:] Сад пахчине тĕп тăваççĕ, Вавил ывăлăм. Н. Терентьев. Кăвар мулла хирне вырса тĕп турĕ. Я. Ухсай. 2. Çак улпутсем шут тăваç Пролетарие пĕтерме, чухăнсене тĕп тума. И. Тăхти. Самурайсене тĕп турĕ Пирĕн вăйлă Хĕрлĕ Çар. К. Кольцов. Çав çулпа эпир пырса Коммунизм тăвăпăр, Мĕнпур хурлăх-нушана Ĕмĕрлĕх тĕп тăвăпăр. И. Тукташ. 3. Укçашăн тĕп тăвать.

Тĕпе хур

Тĕпе [никĕсе] хур класть / положить в основу что.
Йывăр та кăткăс ыйтусене тĕпченĕ чух эпир яланах В. И. Ленин кĕнекисемпе усă куратпăр, аслă учитель вĕрентнине тĕпе хуратпăр. В. Долгов. Çак выводсене асра тытса, вĕсене тĕп никĕсе хурса ĕнтĕ колхоз тăваççĕ. М. Белов.

Тĕс каять

Тĕс каять линяет, облиняет, выцветает.
Тепри, тĕс кайнă кивĕ картузли, кĕптĕрккерех арçын. В. Ухли. Вăл çăпатапа, пуçне, ăшă пулсан та, çавра кивĕ çĕлĕк тăхăннă, тĕс кайса хĕрелнĕ çăмăл тăла пиншакне йӳле янă. С. Аслан. Çумăрпа тĕс кайнă юпасем çине лĕпĕшсем ларса канаççĕ. В. Алентей. Ĕмĕрех симĕс-кăвак, ĕмĕрех улшăнуллă тинĕсĕн çак вăхăтра тĕсĕ кайнă, вăл, шăрăхпа кĕрешме мĕнле те пулин вăй кĕтнĕ пек, халтан кайса выртать. Ю. Званацкий.

Тилхепе тыт

Тилхепе тыт 1. править лошадью; 2. быть [стоять, находиться] во главе чего.
1. Эпир уя-хире иленнĕ, Атте-анне пехилĕпе Мĕн ачаран çунса çӳренĕ Тытса курасшăн тилхепе. Ю. Семенов. Ларса пырать вăл, шĕшлĕ, шĕпĕн пек, Ăçта унта — тытасшăн тилхепе. С. Шавли. Мана, çĕтĕк-çатăка, çуна тĕпĕнче улпутла ларса пыни килĕшмĕ, ларкач çине тилхепе тытса ларас пулĕ. М. Кипек. 2. Шутлаççĕ халăх пурлăхне васкавлăн Шут шăрçиеем, арифмометрсем. Çак ырлăхшăн сире епле мухтамăн, Колхоз тилхепине тытакансем. Ю. Семенов. Ашшĕ сăмахне ывăлĕ манмасть, халăх шанса панă пурнăç тилхепине çирĕп те пĕр тикĕс тытса пырать. Коммунизм ялавĕ.

Ӳт илет

Ӳт илет 1. заживает, затягивается (о ране); 2. принимает плотъ от кого, оплодотворяется.
1. Юн юхмашкăн чарăнать, Сăнран кайнă Петĕре Хĕрлĕ-хĕрлĕ сăн кĕрет, Суранне те ӳт илет. Г. Ефимов. Миçе хут килчĕ çу... Çĕр пичĕ юсанчĕ çĕнĕрен, тĕпрен. Çынсен чĕр суранне ӳт илчĕ, Çĕкленчĕ пурăнăç хитрен. Г. Орлов. Çапах та суранне нимĕн чухлĕ те ӳт илмен. В. Алентей. 2. Иртнĕ хĕл те, иртнĕ çу, çыртăм сăвă, çыртăм сăвă. Пулĕ терĕç сăвăç-Юрăç санран ӳт илнĕ ачу. Н. Янкас. Атом бомби-йĕтри вăл пулнă, — Чĕтреççĕ унăн аллисем: Тытасшăн хăй çак путсĕр, ӳт илнĕскер Бонн хĕвĕнче. Г. Орлов.

Хăлхара янра

Хăлхара (хăлхасенче) янра 1. звенеть [шуметь] в ушах; 2. звучать в ушах [в памяти, в сердце].
1. Хĕлхем çăвать пин-пин çăлтăрсенчен, Шăнкăрав сасси янрать хăлхасенче, кĕç чĕтренме пуçлать шăпчăк юррийĕ. Уйăп М. Янрать чăваш чĕлхийĕ хăлхара, Ак çитрĕмĕр Шупашкара! Уйăп М. 2. Çак сăмахсем Варвара Васильевнăн хăлхинчех янăраса тăнă. Л. Агаков.

Хутаç çак

Хутаç çак идти [ходить] / пойти по миру [с сумой].
Ача пуçпах эп юлтăм тăлăха, Аттен пур-çук «мулне» сулап та алă, Хутаç çакса тухатăп халăха. Н. Янкас.

Хӳтте ил

Хӳтте ил брать / взять под защиту кого, брать / взять под своё крылышко кого.
Çак икĕ «хăрушă бунтовщика» Иван Яковлевич хăйĕн хӳттине илнĕ. А. Артемьев. Кĕтӳç тем пирки пур тăлăх-турата та, юрлă та чирлĕ çынсене хăйĕн хӳттине илнĕ. Хв. Уяр. Хĕл каçма юлнине — Кăсая туссене, Илет хăй ытамне, Илет [кĕркунне] хăй хӳттине. В. Давыдов-Анатри.

Хыпар çитер

Хыпар çитер сообщать / сообщить кому-чему, о чем, осведомлять / осведомить кого-что.
Çак каçхинех телеграф Петроградра та рабочисемпе хресченсен революцийĕ çĕнтерни çинчен пĕлтерекен хыпар çитерет. С. Элкер. Пĕчĕк Тараспа унăн асламăшĕ патне тем пек хыпар çитерес килсен те, алла хĕçпăшал тытса тăшмана хирĕç партизансемпе пĕрле уççăн кĕрешес çул çине тухнă Чилитов никама та пĕр сăмах çырман. А. Талвир.

Чĕвен тăр

Чĕвен тăр становиться / стать та дыбы.
Пĕри йăваланса лар, тепри сăмах ан чĕн — мĕн пулĕ пиртен? Хаярланас пулать. Чĕвен тăма вĕренес пулать. Хв. Уяр. Вара... çак çĕр çын, кĕпĕрнери çĕр яла саланса, чăваш ялĕсене чĕвен тăратма пултараççĕ, тесе ĕмĕтленетчĕ. В. Паймен. Чĕрем чĕвен тăрать тапса поэзишĕн. П. Хусанкай.

Чĕлхе вылят

Чĕлхе вылят болтать [молоть, трепать] языком.
Чĕлхе вылятса лармашкăн майлăрах пултăр тесе, Шерккей çак сумлă хуçана сăркавушкă эрех те илсе килтерчĕ. Н. Илпек.

Чĕлхепе кастар

Чĕлхепе кастар резать языком.
Çак элчĕ, чĕлхепе çивчĕ хĕç евĕр кастараканскер, ухăпа та çав тери тĕл перет иккен. К. Турхан.

Чĕрене кĕрсе вырнаç

Чĕрене кĕрсе вырнаç западать / запасть в душу [в память] кому.
Ленин çинчен калани Чĕрене кĕрсех вырнаçрĕ. Ленин халăх чĕринче. Хамăр ирĕклĕхе сыхлама çĕкленĕр, харам пыр мул хуçисене хирĕç çапăçăва тухăр! — çак сăмахсем çамрăк Антунăн чĕрине яланах кĕрсе вырнаçаççĕ. А. Ĕçхĕл.

Чĕри чулланса ларнă

Чĕри [чунĕ] чулланса [хытса] ларнă (ларчĕ) сердце обросло мохом у кого, сердце [душа] окаменело у кого.
Унăн чĕри тахçанах чулланса ларнă ĕнтĕ, çак хурлă вăхăт та ик-виç самант çеç тăсăлать. С. Шавли. Çавна май çав ватă регистраторăн та... чĕри чулланса хытнă пулмалла. И. Григорьев. [Ахванеçĕн] чĕри чулланса, хытса ларчĕ. Сĕрме купăс çинчен тăххăр выртса пĕрре тĕлленмерĕ. Г. Краснов-Кĕçĕнни. Мĕн тăвăн, çапла вăл яланах: çынĕ муллансан, чунĕ чулланать. А. Артемьев.

Чĕркуççи çине ӳк

Чĕркуççи çине ӳк падать / упасть [пасть] на колени перед кем, падать [припадать] / упасть [пасть] к ногам [к стопам] кого, чьим.
Хресченсем нихçан та ун пеккине курман; çак пирĕшти умĕнче вĕсем чĕркуççи çине ӳкеççĕ. И. Гончаров.

Чун çĕкленет

Чун [чĕре] çĕкленет дух поднимается у кого, душа [сердце] радуется у кого.
Ялйышсем, хăна-вĕрлемĕр, Пуçлăхсем те! Паян кун çав тери телейлĕ эпĕр, савăнса çĕкленчĕ чун. П. Хусанкай. Тупăнать, çитет пулас Вăхачĕ яш чух, Ал-ура та ывăнмасть, Çĕкленсессĕн чун. П. Хусанкай. Çак пилешсене курсан, чĕрем çĕкленнĕччĕ. В. Алентей. Янрарĕ гимн, чĕремĕрсем çĕкленчĕç, Сăпайлă кулă сăн-питсем çинче. Г. Ефимов.

Чун ыратать

Чун [чĕре] ыратать [йăшкать] душа [сердце] болит; син.: чун [чĕре] хуçăлать.
Тăшман чĕр пуççăн тарса хăтăлнăшăн пулеметчик чунĕ питĕ хытă ыратрĕ. В. Бурнаевский. Çак ыйтусем çине колхоз председателĕ халлĕхе хурав та тупаймарĕ, унăн чунĕ ыратса кайрĕ. В. Алентей. Ыратать анне чĕри хăй ачисемшĕн, хурлăх, хурлăх çав тери Салтак амăшĕн. Я. Хусанкай. [Альтук:] Чĕреçĕм ыратать тӳсме çук Йĕре-йĕре куççулĕм типрĕ. А. Кăлкан. Ĕçӳ те ăнăçлă пулмасть, Çавăнпа чуну йăшкать. Г. Ефимов.

Чуна витер

Чуна [чун-чĕрене, чĕрене, чĕре варне] витер брать [хватать] за душу [за сердце].
Купăсĕ унăн виçĕ ретлĕ, Чĕрене çав витерет. А. Афанасьев. Тоньăшăн ку чуна витермеллех репетици пулчĕ. А. Ĕçхĕл. Чапаев хăшпĕр чух сассине хуллен кăларсах чун-чĕрене хытă витеретчĕ. В. Паймен. Мĕнпур аслă йăлăм çийĕн янăрать авалхи чăваш юрри, чĕрене ситерет, чуна хускатать. А. Ĕçхĕл. Çак çыннăн сăмахĕ чĕре варне витерчĕ. Туратсем çинче унта Ункă-ункă пулнă та Çĕленсем мĕнпур çĕрте Çакăнса тăраççĕ те Чашкăраççĕ — сехремет Чуна витĕр витерет. Я. Ухсай.

Чуна йăпат

Чуна йăпат [пусар] отводить / отвести душу кого, чью.
Ĕçне те усрать кинеми — вăл та ĕнтĕ тунсăхран чуна йăпатмалăх. А. Ĕçхĕл. [Кадыков:] Çĕпĕрте чух нумай юрланă, Юрăпа çеç чуна пусарнă. А. Кăлкан. Çак ахальтен кăна каласа хунă сăмахсем Огнянов чунне йăпатса лăплантарчĕç. И. Вазов.

Чуна пар

Чуна [чун-чĕрене] пар 1. вкладывать / вложить душу во что, стараться изо всех сил; 2. отдавать / отдать душу кому-чему.
1. Сана та, садăмри саркайăк, Чуна парса итлерĕм эп. Я. Ухсай. Çак ĕçе [Санюк] хăйĕн пĕтĕм чун-чĕрине парать. А. Ĕçхĕл. Пӳртĕн чĕнтĕрĕсем ахаль эрешсем кăна мар, çын хăйĕн чунне парса тунă чăн-чăн искусство произведенийĕ. Хв. Уяр. 2. Нушана лекнĕ çынна пулăшма тесен, чунне пама хатĕр. Г. Харлампьев.

Чыс кур

Чыс кур быть в почёте.
Басов пурăнчĕ, чыс курчĕ Виçĕ кун çак килйышра. П. Хусанкай. Эпĕ килтĕм тăван килне, нумай та тăмарăм, чыс куртăм. Хăшĕ пысăк чыс курать, хăшĕ пулать çын кулли.

Шак хыт

Шак хыт цепенеть / оцепенеть (под влиянием какого-либо сильного чувства).
Пĕтĕм агрономсем тĕлĕнсе шак! хытса кайрĕç. А. Ĕçхĕл. Тĕлĕннипе шак хытса тăтăм. А. Артемьев. Тусем енчен сасартăк темĕнле сасă илтĕнчĕ. Эпĕ шак хытса тăтăм. М. Кипек. Çак тӳсме çук суя сăмахсене илтсен, Çеçпĕл чул пек шак хытрĕ. Ю. Званацкий.

Шанăçа тӳрре кăлар

Шанăçа [шанчăка] тӳрре кăлар оправдывать / оправдать надежду (надежды) кого, чью.
— Эсир çак кĕнекене илсе, аслă парти шанăçне тӳрре кăларасса шанатăп, — терĕ те подполковник Алмакова пĕчĕкçĕ кĕнеке тыттарчĕ, унăн аллине чăмăртарĕ. А. Медведев. Халĕ мана шкула таврăнма намăс марччĕ ĕнтĕ — эпĕ командованипе комсомол организацин шанăçне тӳрре кăлартăм. Ф. Орлов. — Аслă князь çапла шутлать: Шигалей хан, виççĕмĕш хут Хусан престолне йышăнса, государь шанчăкне тӳрре кăлараймарĕ. К. Турхан.

Ыйхă тат

Ыйхă (ыйăх) тат не спать, проводить бессонные ночи.
Асăнсан тухать пуль сан куççулĕ, Каçсерен татан пуль ыйхуна. В. Урташ. Эпир çак тĕрлĕ ыйхă татса, саншăн тăрăшатпăр.

Юрăхсăра кăлар

Юрăхсăра кăлар приводить / привести в негодность что.
Фронтра икĕ самолета юрăхсăра кăларнăшăн та çак кунчченех кулянса çӳрет. В. Сатай. Унта çӳремелли пĕртен-пĕр çула партизансем юриех юрăхсăра кăларчĕç. А. Александров.

Ята варала

Ята варала 1. пачкать репутацию [имя] чью; 2. бесчестить / обесчестить что.
1. Сирĕншĕн суд манăн ята варалас çук. М. Трубина. Тукай пурлăхне тытса илес тесен, Тукай ятне варалас пулать. К. Турхан. 2. — «Свобода» сире шăпăрлансене! Чĕн пушăпа, йĕмĕрсене антарса, çунтармалла пулнă кашнине революци ятне вараланăшăн. П. Осипов. Çак паллă çеç: Тăван çĕршывшăн Чăн паттăр шеллемен юнне, Вараламан ятне, Чĕр-сыввăн Чĕркуçленмем тăшман умне. Г. Орлов.

Неологический словарь чувашского языка

автан

1. Ç.п., астрол. Хĕвелтухăç йăлипе çулталăксен ылмашăвне кăтартакан вуникĕ паллăран (чĕрчунтан) вуннăмĕшĕ. Вьетнам, Китай, Япони, ... ытти хăш-пĕр çĕршывсен календарĕнче кашни çулталăка выльăх-чĕрлĕх тата тискер кайăк ятне панă. Çав ятсем 12 çулхи çаврăмпа ылмашăнса пыраççĕ. Вĕсем çаксем, 1. Йĕкехӳре (Шăши). 2. Ĕне (Вăкăр). 3. Тигр. 4. Куян (Кролик). 5. Аç-таха. 6. Çĕлен. 7. Лаша. 8.Сурăх (Така). 9. Упăте. 10. Автан (Чăх). 11. Йытă. 12. Сысна (Кабан). КЯ, 15.05.1988, 4 с. Шухăшлавçăсем, ăсчахçăсем Автан çулĕнче çуралаççĕ. ЯБ, 1990, 1 /, 62 с. — Автан çулне кĕр (Х-р, 22.03.1993, 4 с.; ÇХ,1998, 1 /, 5 с.). 2. Ç.п.,астрол. Çак чĕрчунпа палăртакан çулталăкра (Автан çулĕнче) çуралнă çын. Автана кăçал ĕмĕтсем татăлни кулянтарма пултарать. Т-ш, 13.02.1991, 8 с. Автансем ... çĕнĕ çула та асăрхануллăн йышăнаççĕ. ÇХ, 1998, 52 /, 7 с. Автан çитес çул чылай лăпкăрах тата ирĕклĕрех пурăнма пултарать. ÇХ,1999, 49 /, 8 с. — Автан-хĕрарăмсем, Автан-арçынсем (Х-р, 31.12.1992, 3 с.). 3. П.п., калаç. Ирĕлтернĕ сахăртан ачасене ĕмме хатĕрлекен пылак çимĕç. П.Большаков хăйĕн килĕнче пылак автансен «инкубаторне» уçнă. К-н, 1966, 9 /, 12 с. Сахăртан тунă «автан». Х-р, 20.01.1994. 4. П.п., калаç. Чупкăн арçын; хĕрарăм кĕтӳççи, ĕревĕç. Пĕлтĕр мана «автан» тесе чĕнетчĕç. Çук, Автан çулĕнче çуралнăран мар, чиперккесене час-час улăштарнăран. ÇХ, 1998, 42 /, 10 с. Çав мехелпех пуçлас пуль сăмаха... Каçтака мар, автан шырамалла. ТА, 1998, 1 /, 36 с.

агрокомбинат

ç.с. Ял хуçалăх продукцине хатĕрлесе сутакан пĕрлешӳллĕ предприяти; агропромышленность (туп.) комбиначĕ. Çу-ук, яла мар, агрокомбината [каятăп]. ТА, 1989, 9 /, 71 с. 1987 çултан пуçласа вăл «Сура» агрокомбинатра тĕп директор пулчĕ. ХС, 1999, 5 /, 3 с. Агрокомбинатсен, агрофирмă-сен, коллективлă предприятисен... ĕçĕ-хĕлĕ. ХС, 1999, 17 /, 3 с. Чи тĕлĕнмелли, çак агрокомбината кĕрекен агрофирмăсен пĕр хуçа, пĕр счет çеç пулни. Х-р, 25.07.2000, 1 с.

акăлчанлан

ç.с. Акăлчан евĕрлĕ пул, акăлчана тух. Пур çавнашкал «вырăсланакансем» пĕчĕк йышлă халăхсем хушшинче... Влаçа акăлчансем килсе ларсан, вĕсем çак çеккунтрах «акăлчанланма» та хатĕр. А.Т.-Ыхра, 2000, 57 с.

альянс

ç.с. Организацисен (тĕсл., политика пар-тийĕсен), патшалăхсен е çынсен ушкăнĕ пĕр-пĕр тĕллевпе вăхăтлăх чăмăртанни. Вĕсем ... Жан Кусто çĕршывĕн яш-кĕрĕмĕпе тахçанах çыхăннă-мĕн, малашне альянс (пĕрлĕх) туса хурасшăн. ÇХ, 1998, 46 /, 4 с. Вулакансем «Альянс» ушкăн солисчĕсемпе паллаштарма ыйтса çыру хыççăн çыру яраççĕ. Т-ш, 1999, 8 /, 12 с. Çак «вăртахлăха» (альянса) хăй вăхăтĕнче Ф.Тютчев питĕ ăнăçлă питленĕ. Х-р, 13.04.2000, 2 с.). — Çурçĕр Атлантика альянсĕ (Х-р, 13.04.2001, 3 с.)

аптрал

п.в., калаç. Аптрамалла; аптрашки, аптрав, аптриш. Мĕн тумалла ĕнтĕ халь, аптрал. К-н, 1974, 10 /, 3 с. Каллех лаша патне çитрĕн тем. Аптрал санпа! Н.Мартынов, 1985, 156 с. Аптрал вĕт капла, Мария Леонидовна, чăнах аптрал. К-н, 1985, 3 /, 2 с. Ах, чисти аптрал. Çак димедролсăр пĕр кун та пурăнаймастăп. ЧХ, 1999, 42 /, 3 с.

аркатуçă

п.с. Аркатакан, ватакан, çĕмĕрсе çӳрекен çын; тустаруçă. Палладий аркатуçă мар... Ăна ун чурăс вăхăчĕ çапла ят панă. Г.Айхи, 1974, 49 с. Эсаркатуçă... Çак киле аркатма сана ирĕк памастпăр. Г.Айхи. 1988, 28 с. Çынвĕлеренсен, аркатуçăсен вăрă-хурахла ушкăнĕсем пирĕн тĕп хула урамĕсене пырса кĕчĕç. Х-р, 8.10.1993,1 с. Сылтăмрисемшĕн вăл революционер тата аркатуçă пулнă, сулахайрисемшĕнсутăнчăк. Х-р, 6.04.2001,3 с. — ВЧС,1971, 649 с.

армспорт

ç.с. Армрестлинг. Фестивальте армспорт енĕпе вуникĕ хутчен тĕнче чемпионки ятне çĕнсе илнĕ... В.Габагова та ăмăртрĕ. Х-р, 8.06. 1999, 4с. Спортсменсем спортăн çак енĕсемпе ăмăртрĕç [Пĕтĕм чăвашсен IV Спорт олимпиадинче], армспорт, аэробика, бадминтон, пляж волейболĕ... Х-р, 14.06.2000, 1 с. Ăмăртусем тĕрлĕ енлĕ пулĕç, мини-футбол, волейбол, армспорт, лапта т.ыт.те. ÇХ, 2001, 20 /, 9 с. — армспорт федерацийĕ (Х-р, 18.06.2002, 4 с.).

асăм

п.с. Пулни-иртни е пĕлни-илтни чунпа ăс-тăнра упранни; ас. — Эпир большевиксене анчах мар, вĕсен асăмне те хĕртнĕ тимĕрпе сăтăрса çунтаратпăр! В.Бурнаевский, 1961, 18 с. Йĕрке тени Матви мучи асăмне вĕрен пăти пекех çирĕп кĕрсе ларнă. К.Чулкаç, 1961, 4 с. Манăн асăма вара, ача асăмне, кăпчанкă тымарĕ кăкласа хатĕрлени нăкă кĕрсе юлнă. А.Емельянов //Я-в, 1991, 7 /, 1 с. Хальхи власть, çынсен асăмĕнчен çак уявăн [Октябрь уявĕн] чăн-чăн пĕлтерĕшне сирсе ярас тесе, унăн ятне те улăштарса пăхрĕ. Ч-х, 1999, 28 /, 1 с.

астăвăм

е АС ТĂВĂМ, ç.с. Асăм (туп.), асăмлăх, асăну. Аппан тĕрмери кун-çулĕ çинчен пĕлес килет... «Астăвăм» об-щество пулăшасса шанатăп. КЯ, 20.09.1989, 3 с. Майăн 9-мĕшĕ тĕлне... «Астăвăм» кĕнекен пĕрремĕш томĕ кун çути курмалла. Ç-т, 1995, 4-5 /, 31 с. Çак çын ас тăвăма тивĕçлĕ мар-и вара. ÇХ, 1999, 3 /, 8 с. Чăваш еншĕн аграри секторĕ ...кăмăл-сипетпе ас тăвăмăн шалти вăйĕсене упраса хăвармалли пысăк шанчăк. ХС, 1999, 19 /, 1 с. — мифологилле астăвăм (ТА, 1990, 9 /, 67 с.); халăх астăвăмĕ (Ю.Артемьев, 1991, 48 с.); истори астăвăмĕ (Х-р, 6.06.1997, 1 с.); ĕмĕрлĕх астăвăм (Х-р, 6.05.2000, 1 с.); чĕрĕ астăвăм (Я-в, 2000, 5 /, 9 с.); — астăвăм саманчĕ (Я-в, 1995, 9 /, 89 с.); астăвăм шăплăхĕ, астăвăм тĕнчи (Н.Петровский, 1995, 84 с., 114 с.); астăвăм масарĕ, астăвăм хăми (Х-р, 17.01.1996, 2 с.); астăвăм сентри (Н.Теветкел //Х-р, 11.04.1998, 7 с.); астăвăм каçĕ (Т-ш, 2000, 5 /, 2 с.); — танл., астăву (П.Хусанкай, 1962, 50 с.).

аçтаха

1. Ç.п., астрол. Хĕвелтухăç йăлипе çулталăксен ылмашăвне кăтартакан вуникĕ паллăран пиллĕкмĕшĕ. Кăçалхи çул Аçтаха çулталăкĕ шутланать. КЯ, 15.05.1988, 4 с. Аçтаха паллипе çуралнисем тарап (кутăн) кăмăллă та кăра, анчах ĕçчен, пултаруллă. ЯБ, 1990, 1 /, 64 с. Мĕскĕн Кролик çулне асар-писер Аçтаха ылмаштарать. ÇХ, 1999, 49 /, 2 с. 2. Ç.п.,астрол. Çак чĕрчунпа палăртакан çулталăкра (Аçтаха çулĕнче) çуралнă çын. Кăçал телейАçтаха аллинче. Т-ш, 13.02.1991, 8 с. Автанăн чи лайăх тусĕсем е мăшăрĕсем, Вăкăр, Çĕлен, Аçтаха. Х-р, 31.12.1992, 3 с. Аçтахасен ... пĕрремĕш вырăнта ĕç тата ӳсĕм картлашки. ÇХ, 2003, 2 /, 5 с.

аталанусăр

ç.я. Совет Союзне Л.И.Брежнев ертсе пынă çулсене пĕр енлĕ хаклакан ят; СССР историйĕн М.С.Горбачев умĕнхи çирĕм çуллăхĕ (1965—1985). Общество аталанусăр тапхăрта пурăннă чухне çак ялта тутар чĕлхине вĕрентме пăрахнă. КЯ, 31.08.1989, 3 с. «Аталанусăр тапхăр» вăхăтĕнче тума тытăннă обpект. Х-р, 16.12.1992, 1 с. — аталанусăр текен тапхăр (КЯ, 24.01.1989; Х-р, 30.04.1992).

аталанусăр тапхăр

ç.я. Совет Союзне Л.И.Брежнев ертсе пынă çулсене пĕр енлĕ хаклакан ят; СССР историйĕн М.С.Горбачев умĕнхи çирĕм çуллăхĕ (1965—1985). Общество аталанусăр тапхăрта пурăннă чухне çак ялта тутар чĕлхине вĕрентме пăрахнă. КЯ, 31.08.1989, 3 с. «Аталанусăр тапхăр» вăхăтĕнче тума тытăннă обpект. Х-р, 16.12.1992, 1 с. — аталанусăр текен тапхăр (КЯ, 24.01.1989; Х-р, 30.04.1992).

аура

ç.с. 1. Парапсихол. Чĕрĕ чунăн ӳт-пĕвне хупăрласа тăракан, вышкайсăр сисĕмлисем (экстрасенссем) кăна куракан çутă пайăрка сийĕ; биоуй (туп.). Çын аури, тепĕр майлă каласан, биоуйĕ (е кĕлетке тавра тытăнса тăракан куçа курăнман мĕлке) тăрăх диагноз лартма пулать. Х-р, 27.06.1992, 3 с. Иисус Христосăн аури сарă тĕслĕ пулнă. Я-в, 1995, 9 /, 105 с. Экран çинче вăл [хĕрача] çĕр çывăхĕнчи орбитăра ĕçлекен çынсен аурине курма пултарнă. ÇХ-рĕ, 15.12.1999, 4 с. Аура çирĕп, вăйлă пулсан сире нимĕнле хура вăй та, нимĕнле тухату та çĕнтереймĕ. С-х, 2000, 27 /, 3 с. — аурăн асамлă çути (Я-в, 1995, 10 /, 42 с.). 2. Куçăм. Этем, чĕрчун е япала хăй таврашĕнчи çынсене кӳрекен витĕм. Тен, эпĕ те такамшăн Турă... Ырсунăм кăмăлĕ — аура. Л.Федорова //Я-в, 1991, 4 /, 7 с. Вера Кузьминичнăна çур ĕмĕр ытла [театрти] çак аура витĕм кӳрсе тăрать (ХК, 1998, 37 /, 15 с.). Пирĕн Таньăсене тата темле «аура» текенни пĕрешкеллетет ахăр. ÇХ, 1999, 3 /, 4 с. 3. Куçăм. Пĕр-пĕр пулăмпа çыхăннă лару-тăру, ĕç-пуç. Наци философийĕ, пурнăç аури ... авалхи тĕнре мĕн тери уçăмлă палăрать. Х-р, 17.12.1992, 3 с. Хăйне евĕрлĕ аура хуçаланать. Х-р, 25.12.1997, 4 с. Вăл [тĕп режиссер] артистсем сцена çинче хумханнине, ... залра хăйне майлă «аура» пулнине лайăх туйса илнĕ. Х-р, 13.04.2001, 2 с.

афишăла

ç.с. Мĕн пирки те пулин ыттисене пĕлтерме тăрăш; хыпар сар, сăмах çитер, сăмах-юмах кăлар. А.Уляндина юрăç çак пулăма пит афишăламан пуль. ÇХ, 1998, 50 /, 2 с. Хăй килнине афишăлама те кăмăлĕ, те ерçӳ пулман. Х-р, 17.10.2000, 1 с.

ахăрсамана

п.п., куçăм. Пăтравлă вăхăт; тăнăçсăрлăх, йĕркесĕрлĕх (хĕсĕрлев, вăрçă-харçă, çапăçу-хирĕçӳ, çил-тăвăл т.ыт.те). Директора ларсан пĕр Тăмана, ... пуçланчĕ ахăрсамана //К-н, 1972, 5 /, 9 с. Ахăрсаманара хур курнă [Пуçелĕк]. КЯ, 1.05.1989, 3 с. 20-мĕш ĕмĕрти чи пысăк ахăрсаманаОктябрьти социализмла революци. В.Эктел //Я-в, 1992, 9 /, 28 с. Хальхи оппозици çак ахăрсаманара (тен, саманине оппозици хăй ытлашши ахăрттарать.) влаçа ларсан... Х-р, 20.10.1992, 1 с. Çул çитмен çамрăксене ахăрсамана алхастарать-ши. А-д, 17.12.1999, 1 с. — Сталин ахăрсамани (КЯ, 1.05.1989, 3 с.; Я-в, 1991, 6 /, 10 с.), 1937 çулхи ахăрсамана (Х-р, 29.09.1992, 3 с.); 1812 çулхи ахăрсамана (Я-в, 2002, 9 /, 87 с.); — ахăрсамана синкерĕ (КЯ, 22.10.1989, 3 с.); «ахăрсамана» вăхăчĕ (Х-р, 21.08.1998, 1 с.), ахăрсамана чулĕ (Н.Ишентей, 1997, 57 с.).

ахăр самана

п.п., куçăм. Пăтравлă вăхăт; тăнăçсăрлăх, йĕркесĕрлĕх (хĕсĕрлев, вăрçă-харçă, çапăçу-хирĕçӳ, çил-тăвăл т.ыт.те). Директора ларсан пĕр Тăмана, ... пуçланчĕ ахăрсамана //К-н, 1972, 5 /, 9 с. Ахăрсаманара хур курнă [Пуçелĕк]. КЯ, 1.05.1989, 3 с. 20-мĕш ĕмĕрти чи пысăк ахăрсаманаОктябрьти социализмла революци. В.Эктел //Я-в, 1992, 9 /, 28 с. Хальхи оппозици çак ахăрсаманара (тен, саманине оппозици хăй ытлашши ахăрттарать.) влаçа ларсан... Х-р, 20.10.1992, 1 с. Çул çитмен çамрăксене ахăрсамана алхастарать-ши. А-д, 17.12.1999, 1 с. — Сталин ахăрсамани (КЯ, 1.05.1989, 3 с.; Я-в, 1991, 6 /, 10 с.), 1937 çулхи ахăрсамана (Х-р, 29.09.1992, 3 с.); 1812 çулхи ахăрсамана (Я-в, 2002, 9 /, 87 с.); — ахăрсамана синкерĕ (КЯ, 22.10.1989, 3 с.); «ахăрсамана» вăхăчĕ (Х-р, 21.08.1998, 1 с.), ахăрсамана чулĕ (Н.Ишентей, 1997, 57 с.).

ахрăм

п.с. 1. Сасă ян кайса çапăнни; каялла сасă. Хирĕç вăрманта ахрăм ухăрса уласа тăрать. А.Алга, 1961, 81 с. Хăватлă сасă, вар тăрăх кĕрлесе кайса, ахрăм пулса çаврăнчĕ. Г.Луч, 1980, 55 с. Çырма тăрăх, такам хăваланăн, ахрăм тарчĕ хăруш вырăнтан. Т-ш, 25.09. 1991, 3 с. Г.Айхи пек çырма тытăнаççĕ те — ахрăм пек саланса çухалаççĕ. Х-р, 13.02.2001, 4 с. — вăрман ахрăмĕ (Ю.Скворцов, 1978, 136 с.; В.Пехил, 1990, 23 с.); янравлă ахрăм (А.Воробьев, 1967, 59 с.); илемсĕр ахрăм (К-н, 1973, 6 /, 2 с.); тăлăх ахрăм, аташнă ахрăм (Н.Теветкел, 1982, 88 с., 101 с.); ăнкарми ахрăм (Г.Ирхи, 1991, 32 с.); сивĕ ахрăм (Л.Мартьянова //Я-в, 2000, 12 /, 46 с.); çунатлă ахрăм (А.Т.-Ыхра, 2001, 52 с.). 2. Куçăм. Палăрăм, йĕр, хӳрешке. Ывăл кĕтни... авалхи пурнăç ахрăмĕ мар-ши вăл. Г.Ефимов, 1984, 145 с. Абхазири вăрçă ахрăмĕ — Чăваш енре [Пуçелĕк]. Х-р, 3.08.1993, 1 с. Çак пулăмăн ахрăмĕ çĕршывра халĕ те лăпланман-ха. Х-р, 6.10.1998, 2 с. Çак таса мар ĕçĕн ахрăмĕ пирĕн тăрăха та килсе ян! каять. Т-ш, 1999, 44 /, 4 с. Иртсе кайнă ХХ ĕмĕр ахрăмĕсем паянхи кун та çухалман-ха. Т-ш, 2001, 36 /, 9 с. — чунри ахрăм (ХЧЛ, 1990, 16 с.); чун ахрăмĕ (Н.Ишен-тей, 1997, 52 с.); хаяр вăхăтсен ахрăмĕ (Ю.Артемьев, 1991, 148 с.); вăрçă ахрăмĕ (Х-р, 3.08.1993, 1 с.); аваллăх ахрăмĕ (Ç-т, 1999, 5—6 /, 48 с.); Афганистан ахрăмĕ (ÇХ, 2001, 14 /, 4 с.). — ВЧС, 1971, 460 с., 461 с., 889 с.

бейсболка

ç.с. Вăрăм сăмсаллă спорт кепки (карттусĕ). Аудиторире бейсболкăпа, ура хуçлатса, ...чăмлак кавлесе лараççĕ. ÇХ, 23.10.1998, 2 с. Чăваш таможни ... 2322 бейсболкăна çак [тăлăх] ачасене валеçсе пама йышăннă. ÇХ, 1999, 6 /, 1 с. Э.Иглесиас шӳтлеме юратать, хăй бейсболкăпа майка тăхăнса янă. Т-ш, 2000, 42 /, 11 с. Иртнинче Дима хăйĕн бейсболкине пăрахса хăварнă. ÇХ, 2001, 22 /, 8 с.

бомбардир

ç.с., спорт. Чи ăнăçлă тапăнса вылякан, пуринчен те ытларах гол кĕртекен футболист. Çамрăк журналистсен футбол командин бомбардирĕ Егоров тепĕр гол кĕртме вирхĕнет. ÇХ, 1999, 29 /, 2 с. Бомбардирсен ăмăртăвĕнче çак футболистсем малта пыраççĕ. Т-ш, 2000, 42 /, 12 с. В.Евлампьевпа А.Михайлов виçшер мечĕк тапса кĕртсе чи лайăх бомбардирсем пулса тăнă. Х-р, 25.09.2001, 4 с. — тĕнчен чи лайăх бомбардирĕ (Т-ш, 1999, 13 /, 2 с.).

брокер

ç.с., экон. Клиентсен ячĕпе тата вĕсен шучĕпе биржăра (хаклă хутсемпе, таварпа) сутă тăвакан çын; ĕçлĕ евчĕ. Хатĕр продукцие ... брокер кантурĕ урлă сутатăп. Х-р, 15.07.1992, 4 с. Хăвăрăн акцисене эсир фонд биржинче те сутма пултаратăр — çак тĕллевпе сирĕн брокерпа çыхăнмалла. Х-р, 24.09.1992, 2 с. Брокер вырăнĕ тупăшлă-и. [Пуçелĕк]. Х-р, 13.10.1992, 1 с. Перестройка пуçлансан Алексей тĕпчев институтĕнчен кайнă, брокер профессине алла илнĕ. ЧХ, 1998, 6 /. — брокер фирми (Ç-т, 1992, 6 /, 24 с.).

вăйсăрлăх

ар вăйсăрлăхĕ, ç.я. Импотенци (туп.). Эсир ар пултарулăхĕ е вăйсăрлăхĕ пирки интересленентĕр пулсан врач-специалист патне кайăр. ХС, 1999, 5 /, 4 с. Çак микроэлемент [селен] арçынсен хĕсĕрлĕхĕнчен тата ар вăйсăрлăхĕнчен пулăшать. С-х, 2000, 44 /, 4 с.

вăкăр

1. Ç.п., астрол. Хĕвелтухăç йăлипе çулталăксен ылмашăвне кăтартакан 12 паллăран иккĕмĕшĕ. Хĕвелтухăç гороскопĕпе Çĕнĕ çулВутлă Вăкăр çулĕнарăс уйăхĕн 7-мĕ-шĕнче ... пуçланать. Х-р, 5.02.1997, 4 с. Акă ĕнтĕ «Вăкăрпа» сывпуллашма, «Тигра» хапăл тума вăхăт. ÇХ, 1998, 1 /, 4 с. 2. Ç.п., астрол. Çак чĕрчунпа палăртакан çулталăкра çуралнă çын. Вăкăр-арçынсемшĕн хĕрарăмсемпе хутшăнасси [Качака çулĕнче] çăмăлах мар, мĕншĕн тесен хăнăхнă йĕркесенчен пăрăнма тивет. Т-ш, 13.02.1991, 8 с. Вăкăр çитес çул темиçе хутчен те йывăр лару-тăрăва лекет. ÇХ, 1999, 49 /. 8 с. Ачасем ... иккĕшĕ те Вăкăр. Х-р, 13.04.2001, 3 с. 3. Ç.п., астрол. Çулталăк çаврăмĕпе пыракан Хĕвел çав ятлă çăлтăрсен ушкăнĕнче чухне (21.IV—21.V) çуралнă çын. Çĕртме уйăхĕнче Вăкăрсенчен чылайăшне Ăнăçу турри хăй хӳттине илет. Х-р, 3.06.1992, 4 с. Вăкăрсене нумайччен пĕр ыйту хумхантарĕ, мĕнле майпа укçа тупас. К-ш, 1998, 7 /, 8 с. Ф.Киркоров Качака çулĕнче çуралнă Вăкăр. ÇХ, 2000, 6 /, 5 с.

видео

ç.с. 1. Электричество сигналĕсене экран çине куçарса информаци илмелли (курмалли тата илтмелли) мел. Хăвăрах шутлăр-ха, нивушлĕ видео юхăмне чарса çитереттĕмĕр. КЯ, 27.10.1990, 2 с. Пысăк тавракурăмлă вăл [хальхи ача]. Тĕрлĕ видео тата ытти техникăна пула хăвăрт аталанать. Х-р, 27.03.1997, 4 с. Кунта радио, телевидени, видео, Интернет системи т.ыт. те витĕм кӳреççĕ. УС, 10.04.1998, 7 с. 2. Видеокамера (туп.). Тем пулас пур тесе ун чухне видеопа ӳкерсе илнĕ. ÇХ, 1999, 29 /, 1 с. Ывăл эпир стройпа пынине видеопа ӳкерсе илнĕ те, пăхасшăн-ха. Х-р, 12.05.2000, 1 с. 3. Видеопленка (туп.). И.Ульянов çул çӳреври пур утăма та видео çине ӳкернĕ. ÇХ, 29.05.1998, 2 с. Эпĕ ку юрра ... видео çине пĕрремĕш хут 1993 çулхине çыртарнă. А-и, 2000, 1 /, 8 с. Хĕрарăмсем çак фильма видео çине çыртараççĕ те ... темиçе хут çавăрттараççĕ. Х-р, 12.07.2002, 3 с. 4. Видеофильм (туп.). Пушă вăхăтра видео курассине [йĕрке-леме] ... кирлĕ хатĕрсене штаб парса ячĕ. Х-р, 22.07.1992, 4 с. Юлташĕ видео курма пырса ларать. ÇХ, 10.04.1998, 5 с. Халь кашни килте видео пăхаççĕ. Х-р, 6.07.1999, 1 с. Видео, «Брил-лиантовый полицейский», «Конец света». ÇХ, 2000, 11 /, 12 с.

видеооператор

ç.с. Видеокамерăпа ӳкерекен çын; видеоӳкерӳ (туп.) ăсти. Чăваш телевиденийĕнчи правур видеоопе-ратор И.Ульянов çул çӳреври пур утăма та видео çине ӳкернĕ. ÇХ, 1998, 22 /, 2 с. Çак саманта видеооператор ... та ӳкерсе илнĕччĕ. Т-ш, 1999, 3 /, 8 с.

видеопленка

ç.с. Видеокамерăпа (туп.) ӳкернĕ ин-формацие çырса пыракан тата ăна упракан магнитлă хăю. Кон-курс вăхăтĕнче ӳкернĕ видеопленка. ÇХ, 1999, 39 /, 2 с. Хăйĕн видеопленкине Сергей пирĕн редакцине пачĕ. ÇХ, 1999, 8 /, 8 с. Çак «пултаруллă» ачасене сăнарласа хăварнă оперативлă видеопленкăна пăхатăп та шухăша каятăп. ÇХ, 1999, 29 /, 1 с.

видик

ç.с., калаç. Видеомагнитофон (туп.). Вĕсен [хальхи çамрăксен] идеалĕ эпир ӳссе çитĕннĕ чухнехи ... мар, видик та те-лек кăна. В.Эктел, 1996, 110 с. «Пирĕн магнитофон, пирĕн»,савăнса пĕлтернĕ вĕсем, чутах сутса яман «видика» курсан. ÇХ, 2000, 6 /, 4 с. Çак «видика» манăн ывăлтан ... çулталăк пуçламăшĕнчех туртса илнĕччĕ. ÇХ, 2000, 14 /, 4 с. Ашшĕ-амăшне вара видике е плейере тусĕсенчен вăхăтлăха усă курма илтĕмĕр тесе улталанă. ÇХ, 2001, 33 /, 8 с. — чаплă видик (ÇХ, 2001, 39 /, 12 с.).

геопатогенлă

геопатогенлă вырăн (геопатогенлă зона), ç.с. Сывлăхшăн сиенлĕ пайăркасем кăларакан лаптăк; ха-тарлă вырăн. Геопатогенлă зона выльăхсемшĕн те сиенлĕ. Çак зона çуртсене те, çул-йĕре те витĕм кӳнине тĕпчесе пĕлнĕ ĕнтĕ. Я-в, 1995, 9 /, 103 с. Халĕ çĕрĕн геопатогенлă вырăнсем пуррине пĕлмен çын çук та пулĕ. С-х, 2000, 35 /, 4 с. Хăш-пĕр вырăнсем ăнăçлă мар, урăхла ăна геопатогенлă зона теççĕ. КÇ, 2001, 33 /, 1 с.

геополитика

ç.с., полит. Патшалăхăн географи уйрăмлăхĕсем (çĕрĕ-шывĕ, талккăшĕ, çанталăкĕ, çутçанталăк пурлăхĕ т.ыт.те) унăн тулашри политикине тата тĕнчери хутшăнусене витĕм кӳни. Раççейхăйĕн геополитика инте-ресĕсемлĕ никама пăхăнман çĕршыв. Х-р, 29.04.1999, 3 с. Геополи-тикăра «сакраллă (вăрттăн, сăваплă) географи» текен пĕлӳ пур. ÇХ, 1999, 10 /, 4 с. Совет Союзĕ арканни çак ĕмĕрти питĕ пысăк геополитика инкекĕ пулса тăчĕ. Ч-х, 1999, 28 /, 3 с. Геополитика текен ăнлав пур. Ăна ахаль сăмахсемпе усă курма май çук чухне асăнаççĕ. Х-р, 23.03.2000, 2 с. — геополитика чăнлăхĕ (Х-р, 16.03.1992, 2 с.); геопо-литика талккăшĕ (Х-р, 7.08.1993, 3 с.); геополитикăна пĕлни (Х-р, 21.03.1996, 1 с.); геополитикăн çивĕч ыйтăвĕ (Х-р, 10.04.2001, 3 с.).

гомосексуаллă

ç.с. Арçынпа арçын е хĕрарăмпа хĕрарăм хушшинчи ар хутшăнăвĕллĕ; гомосексуализм еккиллĕ. Дани — гомосексуаллă мăшăрсене официаллă йĕркепе пĕрлешме чăн малтан ирĕк панă çĕршыв. Х-р, 15.05.1997, 3 с. Хăш-пĕр йăхсенче гомосексуалла хутшăнупа айăплав вырăнне усă кураççĕ. Х-р, 9.07.1999, 3 с. Çак криминал ушкăнне... савăшу йăви тытакансене, гомосексуаллă проституцие явăçтаракансене кĕртмелле. Х-р, 13.10.2000, 3 с. — гомосексуаллă çынсем (Я-в, 1991, 2 /, 32 с.); гомосек-суаллă скандал (Ар, 2001, 34 /, 1 с.); гомосексуаллă çыхăнусем (Ар, 2001, 40 /, 3 с.).

гомосексуалла

ç.с. Арçынпа арçын е хĕрарăмпа хĕрарăм хушшинчи ар хутшăнăвĕллĕ; гомосексуализм еккиллĕ. Дани — гомосексуаллă мăшăрсене официаллă йĕркепе пĕрлешме чăн малтан ирĕк панă çĕршыв. Х-р, 15.05.1997, 3 с. Хăш-пĕр йăхсенче гомосексуалла хутшăнупа айăплав вырăнне усă кураççĕ. Х-р, 9.07.1999, 3 с. Çак криминал ушкăнне... савăшу йăви тытакансене, гомосексуаллă проституцие явăçтаракансене кĕртмелле. Х-р, 13.10.2000, 3 с. — гомосексуаллă çынсем (Я-в, 1991, 2 /, 32 с.); гомосек-суаллă скандал (Ар, 2001, 34 /, 1 с.); гомосексуаллă çыхăнусем (Ар, 2001, 40 /, 3 с.).

дембель

ç.с., калаç. 1. Çар тивĕçне кирлĕ чухлĕ пурнăçланă хыççăн киле таврăнмалли ирĕк; демобилизаци. Вăт, çапларах экипировка çакăнса тăратчĕ ... дембеле каймалли япаласем хушшинче. В.Эктел, 1996, 54 с. Анчах çак вăрçа пула манăн дембель «такăнчĕ». ÇХ, 1999, 42 /, 2 с. Дембельччен мĕн чухлĕ юлнине талăкпа шутлать. Х-р, 2.08.2000, 3 с. 2. Хĕсметне (службине) вĕçленĕ салтак. Тыткăнра пулнă вăхăта çар тивĕçне пурнăçланă тапхăра кĕртнĕ дембель-моджахед ... тăван ялне тĕрĕс-тĕкел таврăннă. Х-р, 15.06.1995, 4 с. Кăкăрсене каçăртса хурса, ... тава тивĕçлĕ Раççей дембелĕн юлхав уттипе вĕсен пӳрчĕ умĕнчен ... иртес. ÇХ, 25.01.1997, 4 с. Кузовра çирĕм дембель ларать вĕт. ÇХ, 2000, 34 /, 12 с. — дембель тупри (В.Эктел, 1996, 58 с.); — хĕç-пăшаллă вăйсен «дембелĕсем» (Ар, 2001, 8 /, 1 с.).

дизайнер

ç.с. Дизайн ăсти, художник-конструктор. Кашни çулах çамрăксем ... модельера, архитектора, дизайнера вĕренме кĕнипе паллă çак шкул. Ч-х, 1999, 28 /, 7 с. Педагогика университечĕн художество факультетне вĕренме кĕресчĕ, дизайнер ĕçĕ илĕртет. Т-ш, 1999, 44 /, 8 с. Дизайнерсем сĕтел-пукан е пусма-тавар ĕлкине, ӳкерчĕкне... тунине пĕлетпĕр. ÇХ, 2000, 12 /, 8 с. Хальхи вăхăтра уйрăмах модăри «хуçалăх техникин дизайнерĕ» специализаци. Т-ш, 2000, 42 /, 2 с. — дизайнерсен конкурсĕ (ÇХ, 1998, 47 /, 9 с.).

диссидент

п.с. Патшалăхăн официаллă идеологине, тоталитарлă тытăма хирĕçлекен çын. Таркăнĕлеш диссидент — пирĕн йĕркене вăл хирĕç. К-н, 1977, 16 /, 4 с. Диссидентсене илес пулсан, 175 çынна гражданлăх прависĕр хăварнă. Х-р, 30.09.1992, 3 с. Ку ыйту çине диссидентла пăхасси пур çак çыннăн. ÇХ, 1997, 46 /, 6 с. Аслă писателĕн [Лев Толстойăн] Раççейри пĕрремĕш диссидент пулма тивнĕ. Х-р, 6.10.1998, 2 с. — совет диссиденчĕ (Х-р, 28.07.1992, 1 с.); вырăнти диссидент (Х-р, 29.05.1996, 2 с.); сумлă диссидент (ÇХ, 27.02.1998, 4 с.); пăхаттир-диссидент (Х-р, 16.03.2000, 3 с.); — диссидент шăпи (ÇХ, 1997, 46 /, 6 с.); диссидент шухăшлавĕ (Ă-л, 1998, 4 /, 3 с.).

ельцинист

ç.с., тирк. Б.Н.Ельцинпа пĕр шухăшлă, ун политикине майлă çын. Енчен те эсĕ коммунистсемшĕн сасăламасăр килĕнте ларсан, Патшалăх Думине каллех ельцинистсем килĕç. Ч-х, 1999, 27 /, 3 с. Çак уяв [Октябрь уявĕ] ельцинистсем Выборгри целлюлозăпа хут комбиначĕн рабочийĕсене пенипе пĕр вăхăта килнишĕн хурланнине пĕлтеретпĕр. Ч-х, 1999, 28 /, 1 с.

импотент

п.с. Ар вăйсăрлăхĕпе аптăракан, ар (арлăх) çыхăнăвне кĕме пултарайман арçын; халсăрри. Йывăра кайнă импотентсене ... инкекрен хăтарма çăмăлах мар. В-х, 7.10.1991, 8 с. Вăл хăйне импотент тесе шухăшлать, çак шухăш унăн пуçне пăралать. ÇХ, 2000, 11 /, 3 с. Эпĕ импотент мар, [анчах] ... мана секс пачах та кирлĕ мар. Х-р, 20.07. 2001, 3 с. Импотент ан пул! [Пуçелĕк]. Ар, 2001, 15 /, 4 с. — импотент-арçын (С-х, 2000, 17 /, 3 с.); импотент-еркĕн (Х-р, 18.08.2000, 3 с.); — ВЧС, 1971, 253 с.; — танл., лаша (Ашмарин, VIII, 65 с.).

интеллектуал

п.с. Ăс-тăн ĕçĕпе, ăс-хакăл туртăмĕпе пурăнакан çын; тăнлă çын. Анчах çак интеллектуалсен те ӳсĕм чирĕ çук мар иккен. В.Паймен, 1968, 10 с. Çапла, хама интеллектуал тенине пĕрремĕш хут илтетĕп. А.Емельянов, 1990, 277 с. Ют çĕршывсенче пурăнакан ... интеллектуалсем чăваш халăхĕ пирки ытларах пĕлме тăрăшни сисĕнет-и. Я-в, 1990, 9 /, 15 с. Раççейре хăюллă политиксем, интеллектуалсем ... пур. Ч-х, 1999, 28 /, 2 с. — интеллектуал ĕçĕ (Х-р, 18.10.1996, 2 с.).

интеллигентлăх

п.с. Çыннăн шалти культури, ăс-хакăл килĕшӳлĕхĕ; сапăрлăх. Ăçта творчество интеллигенцийĕн интеллигентлăхĕ. КЯ, 2.12.1989, 3 с. Селĕммĕн курăнатăн. Интеллигентлăх шалтан тапса тăнă пек. В.Энтип //Я-в, 1991, 7 /, 7 с. Авторăн кăмăл-сипет виçийĕ интеллигентлăхпа ностальгилĕх хушшинче тăрать. ÇХ, 1998, 25 /, 6 с. Унра интеллигентлăх пур. Çыннăн çак пахалăхĕ хутла пĕлменнинчен, академи пĕтернинчен килмест. Интеллигентлăх вăл — çыннăн чĕринче, чунĕнче. Х-р, 28.04.1999, 3 с. — ВЧС, 1971, 257 с.; ВЧС, 1951, 224 с.

интернет

ç.с. Тĕнчери компьютерлă çыхăну тытăмĕ тата информаци çăлкуçĕ. Компьютерпа ĕçлетĕп те пушă вăхăт тупăнсан Интернета кĕрсе каятăп. Т-ш, 1999, 8 /, 11 с. Ыйтусен анкетине Интернета кĕртрĕмĕр. ÇХ, 1999, 13 /, 8 с. Пирĕн республикăра та Интернет системи пысăк утăмсем тăвать. Чăваш патшалăх университетĕнче Интернет класĕсем уçăлнăранпа çур çул çитет. ХС, 1999, 20 /, 1 с. Курав материалĕсем ... пĕтĕмпех Интернетра пулĕç. Çак ĕçе туса ирттерме пире ЧПУн Интернет центрĕ пулăшĕ. Х-р, 9.08.2000, 4 с. — Интернетри сайтсем (ÇХ, 2000, 38 /, 4 с.); Интернетпа çыхăннă компьютер (Х-р, 18.09.2001, 4 с.); Интернет-проект, Интернет версийĕ (Х-р, 22.11.2001, 2 с.); Интернет хутлăхĕ (Х-р, 25.04.2002, 1 с.); Интернет пӳлĕмĕ, Интернет салонĕ (ПÇ, 23.04.2003, 2 с.).

ирга

п.с. Кăвакрах хĕрлĕ тĕслĕ пылак çырлишĕн тата илемшĕн ӳстерекен çӳллĕ тĕм е унăн сиплĕ çырли. Ирга, сырлан, айва, чие... кама мĕн кирлĕ, суйла кăна. Х-р, 11.09.1996, 4 с. Йĕри-тавра йывăçсемпе тĕмĕсем, тĕрлĕ чие, хурлăхан, ... слива, ирга. ÇХ, 18.09.1998, 5 с. Çак нăрă ... акаци, катăркас, ирга чечекĕсен тусанĕпе тăранать. ХС, 1999, 14 /, 2 с.

ирĕлӳ

ç.с. 1. Ăшăпа шĕвелни. Çурхи çанталăкăн пурте пĕрле, ирĕлӳ, пăрлану. Т-ш, 1993, 17 /, 1 с. 2. Куçăм. Кăмăлпа çемçелни; ынатланни, евĕкленни. Ритăшăн çак каçсем ирĕлӳ те, иртĕхӳ те. В.Эктел, 1996, 45 с.

йĕкехӳре

1. Ç.п., астрол. Хĕвелтухăç йăлипе çулталăксен ылмашăвне кăтартакан вуникĕ паллăран пĕрремĕшĕ. Йĕкехӳре çулĕнче çуралнисен асăрханулăхпа тимлĕх сахал. ЯБ, 1990, 1 /, 63 с. Нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче унта [Китайра] Йĕке хӳре çулĕ пуçланать. Х-р, 23.01.1996, 3 с. 1996 çул, Йĕкехӳре çулĕ республикăна харăсах тăватă генерал парне-ленĕччĕ. ÇХ, 1998, 1 /, 2 с. 2. Ç.п., астрол. Çак чĕрчунпа палăртакан çулталăкра çуралнă çын. Йĕкехӳрен çынсемпе çураçуллăрах пулма вĕренмелле. Т-ш, 13.02.1991, 8 с. Гороскоппа эпĕ Йĕке хӳре. ÇХ, 1999, 1 /, 12 с. Пĕччен Йĕке хӳресем Качака çулĕнче юрату авăрне сикеççĕ. ÇХ, 2003, 2 /, 5 с.

йĕке хӳре

1. Ç.п., астрол. Хĕвелтухăç йăлипе çулталăксен ылмашăвне кăтартакан вуникĕ паллăран пĕрремĕшĕ. Йĕкехӳре çулĕнче çуралнисен асăрханулăхпа тимлĕх сахал. ЯБ, 1990, 1 /, 63 с. Нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче унта [Китайра] Йĕке хӳре çулĕ пуçланать. Х-р, 23.01.1996, 3 с. 1996 çул, Йĕкехӳре çулĕ республикăна харăсах тăватă генерал парне-ленĕччĕ. ÇХ, 1998, 1 /, 2 с. 2. Ç.п., астрол. Çак чĕрчунпа палăртакан çулталăкра çуралнă çын. Йĕкехӳрен çынсемпе çураçуллăрах пулма вĕренмелле. Т-ш, 13.02.1991, 8 с. Гороскоппа эпĕ Йĕке хӳре. ÇХ, 1999, 1 /, 12 с. Пĕччен Йĕке хӳресем Качака çулĕнче юрату авăрне сикеççĕ. ÇХ, 2003, 2 /, 5 с.

йĕкĕлтӳ

п.в. Йĕкĕлтев, тăрăхлав, витлев. Йĕкĕлтӳ, тарăху, тавăру çиçĕмĕ çиçсе илчĕ унăн шĕл кăвар сирпĕтен куçĕнче. А.Талвир, 1965 (Никĕс), 284 с. Ăçтан килет çак йĕкĕлтӳ. В.Тимаков //Х-р, 30.06.1995, 4 с.

йытă

1. Ç.п., астрол. Хĕвелтухăç йăлипе çулталăксен ыл-машăвне кăтартакан вуникĕ паллăран вунпĕрмĕшĕ. Хăш-пĕр çĕршыв-сен календарĕсенче кашни çулталăка выльăх-чĕрлĕх тата тискер кайăк ятне панă, ... Упăте, Автан, Йытă, Сысна. КЯ, 15.05.1988, 4 с. Ман тусăмЙытă çулĕнче çуралнă Арăслан. Т-ш, 1994, 27 /, 8 с. 2. Ç.п., астрол. Çак чĕрчунпа палăртакан çулталăкра çуралнă çын. Йыттăн хăйне çăмăлрах тытма, шӳтлеме вĕренмелле. Т-ш, 13.02.1991, 8 с. Йытă, Тигр пекех шанăçне çухатнăскер, малалла вăрттăн кĕрешет. Х-р, 31.12.1992, 3 с. Йытăсем çĕнĕ юлташсем тупĕç. ÇХ, 1998, 52 /, 7 с.

канăç

ç.п. Арлăх йăпанăвĕ, секс (туп.) киленĕçĕ; рехетлĕх. Эксгибиционизм çыннăн ăс-тăнĕ секс енчен тĕрĕс мар аталанни... Хирĕç пулакан çынсем хăраса ӳкни, çухалса кайни вĕсене канăç кӳрет. ÇХ, 1998, 38 /, 4 с. Чылайăшĕ çак ĕмĕтсене [секс фантазине] канăçу патне çитме пулăшакан хăватлă мел вырăнне хурать. С-х, 1998, 7 /, 4 с. — ар канăçлăхĕ (Х-р, 2.03.1993, 3 с.; В.Абрамов, 1998, 6 с., 11 с.).

канăçу

ç.п. Арлăх йăпанăвĕ, секс (туп.) киленĕçĕ; рехетлĕх. Эксгибиционизм çыннăн ăс-тăнĕ секс енчен тĕрĕс мар аталанни... Хирĕç пулакан çынсем хăраса ӳкни, çухалса кайни вĕсене канăç кӳрет. ÇХ, 1998, 38 /, 4 с. Чылайăшĕ çак ĕмĕтсене [секс фантазине] канăçу патне çитме пулăшакан хăватлă мел вырăнне хурать. С-х, 1998, 7 /, 4 с. — ар канăçлăхĕ (Х-р, 2.03.1993, 3 с.; В.Абрамов, 1998, 6 с., 11 с.).

канăçлăх

ç.п. Арлăх йăпанăвĕ, секс (туп.) киленĕçĕ; рехетлĕх. Эксгибиционизм çыннăн ăс-тăнĕ секс енчен тĕрĕс мар аталанни... Хирĕç пулакан çынсем хăраса ӳкни, çухалса кайни вĕсене канăç кӳрет. ÇХ, 1998, 38 /, 4 с. Чылайăшĕ çак ĕмĕтсене [секс фантазине] канăçу патне çитме пулăшакан хăватлă мел вырăнне хурать. С-х, 1998, 7 /, 4 с. — ар канăçлăхĕ (Х-р, 2.03.1993, 3 с.; В.Абрамов, 1998, 6 с., 11 с.).

кантурçă

п.с., калаç. Кантурта,хуçалăхпа финанс ыйтăвĕсене татса паракан çĕрте ĕçлекен çын; тиек (туп.), чиновник. Çак аптраман чăваш пупсемпе пуянсенчен, куштан-семпе хыт кукарсенчен, патша кантурçисенчен куç умĕнчех йĕкĕлтесе кулнă. В.Ахун, 1977, 81 с. Анчах лав вырăнтан тапранмасть, ... кантурçă-хыснаçăсене хĕтĕртсе тăмалла. Х-р, 10.12.1996, 3 с. Кĕçех вырăнти чиновник-кантурçăсем пирки тивĕçлĕ органсем уголовнăй ĕç пуçараççĕ. К-н, 1999, 3 /, 4 с.

качака

1. Ç.п., астрол. Хĕвелтухăç йăлипе çулталăксен ылмашăвне кăтартакан 12 паллăран саккăрмĕшĕ. Качака [çулĕ] çĕнĕ туйăмсемпе хавхалантарать. Т-ш, 13.02.1991. 8 с. Качака, Сурăх, Кушак — зороастризм календарĕнчи çулсен ячĕсем. Я-в, 2000, 4 /, 52 с. Китай календарĕпе 2003 çул Хура Качака çулĕ шутланать. КÇ, 2002, 52 /, 1 с. 2. Ç.п., астрол. Çак чĕрчунпа палăртакан çулталăкра çуралнă çын. Кăçал Качакан илĕртӳллĕ çулçӳрев, ... кĕтмен тĕлпулусем пулĕç. Т-ш, 13. 02.1991, 8 с. Качакасем аранах ... бизнес ăнăçлă аталанасса кĕтсе илĕç. ÇХ, 1998, 52 /, 7 с. Вăл [Кушак] Качакана лайăх пăхать. Т-ш, 1999, 1 /, 2 с. — Хĕрарăм-качакасем (Ар, 2001, 3 /, 3 с.).

качака

Ту качаки, ç.п., астрол. Çулталăк çаврăмĕпе пыракан Хĕвел çав ятлă çăлтăрсен ушкăне кĕрсен (22.XII—20.I) çуралнă çын. Ту качакине Непал астрологĕ чуна çĕклентерсе яракан ĕç-пуç пуласса шантарать. Т-ш, 27.02.1991, 7 с. Ту кача-кисен çĕнĕ туссем тата хӳтĕлевçĕсем тупăнĕç. ХС, 1999, 11 /, 3 с. Çăлтăрçăсем Ту качакисене çак профессисене суйласа илме сĕнеççĕ, сад ăсти, политик, ученăй, шахтер. Ар, 2001, 3 /, 3 с. — Ту качаки палли (ÇХ, 1999, 3 /, 11 с.)

кăваклăх

п.с. Кăвак сĕм, кăвак талккăш; сенкерлĕх. Кăваклăхра курнать ик мачта. С.Шавлы, 1958, 80 с. Каçкӳлĕм канлĕн киленеççĕ çӳл тӳпери кăваклăхпа. Ю.Сементер, 1987, 5 с. Таçта лере, çăлтăрсем хушшинче курăнакан кăваклăхра, сип-сивĕ инçет хуçаланать. А.Емельянов, 1990, 55 с. Кăваклăхри çак сивĕ юр та чуна ыраттарса юлать. А.Т.-Ыхра, 2001, 76 с. — сĕм кăваклăх (Çеçпĕл М.); ирхи кăваклăх, хуп-хура кăваклăх, тӳпе кăваклăхĕ, инçет кăваклăхĕ (Хв.Агивер, 1984, 16 с., 48 с., 78 с., 109 с.); тăп-тăрă кăваклăх (П.Афанасьев, 1985, 22 с.); çурхи кăваклăх (ХП, 1990, 2 /, 11 с.).

кăмăл-сипетсĕрлĕх

ç.с. Ĕренкесĕрлĕх, чыссăрлăх, путсĕрлĕх. В.Иванов та хальхи несĕлсĕрлĕхпе кăмăл-сипетсĕрлĕхе çак тĕнпе тӳреммĕнех çыхăнтарасшăн. В.Егоров //Х-р, 16.08.2000, 4 с.

кăруççел

п.в. Ача-пăчана е уяври халăха çавăрса ярăнтармалли хатĕр; карусель. Ни хатĕрленме, ни пуç тавра çавăрттарса пăхма! Чисти кăруççель! Хв. Агивер //К-н, 1982, 2 /, 6 с. Мĕнпур япала хăрушă кăруççель пек пăлтăртатура. В.Эктел, 1996, 89 с. Апла-тăк çаврăнтăр круççелĕ çак пысăк та хивре тĕнчен! Г.Ирхи, 1991, 69 с. (Çавах //ÇХ, 2002, 6 /, 10 с.). Виçĕ круççел умĕнче те çынсем туллиех. Х-р, 16.05.2002, 4 с. — «кăруççел» ту (В.Садай, 1969, 23 с.); кăруççел çаврăн (ХС, 1997, 32 /, 2 с.).

кăруççель

п.в. Ача-пăчана е уяври халăха çавăрса ярăнтармалли хатĕр; карусель. Ни хатĕрленме, ни пуç тавра çавăрттарса пăхма! Чисти кăруççель! Хв. Агивер //К-н, 1982, 2 /, 6 с. Мĕнпур япала хăрушă кăруççель пек пăлтăртатура. В.Эктел, 1996, 89 с. Апла-тăк çаврăнтăр круççелĕ çак пысăк та хивре тĕнчен! Г.Ирхи, 1991, 69 с. (Çавах //ÇХ, 2002, 6 /, 10 с.). Виçĕ круççел умĕнче те çынсем туллиех. Х-р, 16.05.2002, 4 с. — «кăруççел» ту (В.Садай, 1969, 23 с.); кăруççел çаврăн (ХС, 1997, 32 /, 2 с.).

круççел

п.в. Ача-пăчана е уяври халăха çавăрса ярăнтармалли хатĕр; карусель. Ни хатĕрленме, ни пуç тавра çавăрттарса пăхма! Чисти кăруççель! Хв. Агивер //К-н, 1982, 2 /, 6 с. Мĕнпур япала хăрушă кăруççель пек пăлтăртатура. В.Эктел, 1996, 89 с. Апла-тăк çаврăнтăр круççелĕ çак пысăк та хивре тĕнчен! Г.Ирхи, 1991, 69 с. (Çавах //ÇХ, 2002, 6 /, 10 с.). Виçĕ круççел умĕнче те çынсем туллиех. Х-р, 16.05.2002, 4 с. — «кăруççел» ту (В.Садай, 1969, 23 с.); кăруççел çаврăн (ХС, 1997, 32 /, 2 с.).

кăсăклану

ç.с. Мĕн патне те пулин чун туртни, алă выртни; интерес, ăнтăлу. «Карăшра» ытларах орнитологсем. Çамрăк вĕренекенсем çак кăсăкланăва ачаранах алла илеççĕ темелле-и. Х-р, 28.09.1996, 3 с. Кăсăкланăвĕ питĕ пысăкран Леонид иккĕмĕш çул ĕнтĕ пурсуй йытăсен ăмăрту куравне йĕр-келет. ÇХ, 1998, 45 /, 2 с. Ку арçыншăн халь пурнăç йăлт ар-каннăн туйăнать. Уншăн нимле кăсăклану та юлман. ÇХ, 2000, 14 /, 8 с. Пĕр-пĕр кăсăклану пулмаллах. ÇХ, 2000, 37 /, 9 с.

кĕнеке

кун кĕнеки, ç.я. Пулни-иртнине тата шухăш-кăмăла куллен-кун палăртмалли тетрадь; дневник. Çырнисене пĕтĕмпех ... пичетлесе кăларать (кун кĕнекисем, ... çырăвĕсем таранах). ТА, 1988, 10 /, 29 с. Кун кĕнекинче те çак фактсене кăшт-кашт палăртнă. КЯ, 7.10.1989, 3 с. Поэт кун кĕнеки çырса пынă. Х-р, 4.02.1997, 3 с. Çыравçă ... кун кĕнекисенче, аса илӳсенче Тайăра асăнмасăр иртмен. Т-ш, 1999, 5 /, 5 с.

кĕретлетсе

п.в. Курăмлă, уçăмлă, кĕретленсе; уççăн, куçкĕрет. Анчах Наçтаç никампа та кĕретлетсе пуплешмерĕ. В.Алентей, 1982, 221 с. КПСС Тĕп Комитечĕн мартри Пленумĕ хыççăн кăна ку ĕçе [эрозипе кĕрешессине] кĕретлетсе тытăнчĕç. А.Емельянов, 1990, 65 с. Вăл [намăс] çак туйăмпа кансĕрленекен этемĕн чун-чĕре тасалăхне ... кĕретлетсе кăтартать. В.Петров //С-на, 1990, 18 с. — ЧВС, 1961, 160 с.; Ашмарин, VII, 282—283 с.

кĕтретлĕ

ç.с. Асамлă, ăрăмлă, тĕлĕнмелле. Çитрĕç çак ĕмĕтри кĕтретлĕ кунсем! Шĕкĕр Турра! Н.Егоров //ЧХК, 1995, 110 с.

кĕтретлĕх

п.с. Асам, асамлăх, тĕлĕнтермĕш. Ачашшăн çех сĕртĕнсе пăхас та килет, ... анчах куç пекех тулли çак кĕтретлĕхе пăсса пăрахасран та хăратăп. А.Назул, 1981, 45 с. Унăн [Бельманăн] импровизациллĕ ăсталăхне авалхи мифсенчи Орфей кĕтретлĕхĕпе танлаштараççĕ. Г.Айхи //Бельман, 1999, 5 с. Патша пукан хуçи пулсассăн, поэт — кĕтретлĕх, тухату. Ю.Сементер //Я-в, 2000, 4 /, 9 с.

киллер

ç.с. Çын вĕлерме тара кĕрĕшекен этем. Бизнесменсенчен пĕрне вĕлерме ятарлă киллера янă. ÇХ, 2000, 38 /, 4 с. Шура Петровăпа унăн икĕ юлташне вĕлернĕ киллера тупас тесе органсем çанă тавăрсах ĕçлеççĕ. ÇХ, 2000, 39 /, 3 с. Киллерсем ан лектерейччĕр. ÇХ, 2001, 20 /, 12 с. Экспертсем палăртнă тăрăх, çак хăрушă преступление профессионал-киллер тунă. Х-р, 19.04.2003, 1 с.

киреметçĕ

п.с. Киремете пуç çапакан, чăваш тĕнĕпе пурăнакан çын. Парăнми çав киреметçĕсен сыпăран сыппа, йăхран йăха тухнă витĕмлĕ чĕлхеçĕсем. П.Хусанкай, 1968, 225 с. — Кала-ха, киреметник, лайăха-и çак е начара.ыйтать вăл [пуп] Кукша Чаканран. К-н, 1974, 19 /, 19 с. Хальхи киреметçĕсем çураçайми хире-хирĕç тăратнă икĕ Йăвана [И.Яковлевпа И.Юркина] — вĕрентӳçĕпе писателе — пĕрлештерекенни те пур. В.Егоров //Х-р, 16.08.2000, 4 с.

киреметник

п.с. Киремете пуç çапакан, чăваш тĕнĕпе пурăнакан çын. Парăнми çав киреметçĕсен сыпăран сыппа, йăхран йăха тухнă витĕмлĕ чĕлхеçĕсем. П.Хусанкай, 1968, 225 с. — Кала-ха, киреметник, лайăха-и çак е начара.ыйтать вăл [пуп] Кукша Чаканран. К-н, 1974, 19 /, 19 с. Хальхи киреметçĕсем çураçайми хире-хирĕç тăратнă икĕ Йăвана [И.Яковлевпа И.Юркина] — вĕрентӳçĕпе писателе — пĕрлештерекенни те пур. В.Егоров //Х-р, 16.08.2000, 4 с.

кисренӳ

п.в. Хускав, хускану, тăвăл; кисрев. Рево-люциллĕ кисренӳ тапхăрĕсен хăйсен гениллĕ юрăçисем пулаççĕ. Ип.Иванов //Я-в, 1969, 4 /, 24 с. Çак хайлавсен авторĕсем ... социаллă пурнăçри кисренӳсене (коллективизаци, хăрушă репрессисен вăхăчĕ) тӳссе ирттернĕ. ЧЛ, 1994, 11 кл., 4 с. Нумайăшĕ вара çав хăнăху авăрĕнче çухалса каять. Кун пек чух темле кисренӳ кирлĕ. ÇХ, 1999, 29 /, 5 с. — ВЧС, 1971, 787 с.; Егоров, 1954, 90 с.

клип

ç.с. Видеоклип (туп.). Ыран суйлав тенĕ каç Ельцинăн юлашки клипне [телевиденипе] пачĕç. ÇХ, 1997, 28 /, 2 с. Çак ... юрăпа ӳкернĕ икĕ клипа телевиденипе кăтартнă ĕнтĕ. Т-ш, 1998, 9 /, 12 с. «Юрату» ушкăн ... Чăваш телевиденийĕпе пĕрле пилĕк клип ӳкернĕ. Х-р, 11.08.2000, 4 с. — клип кăлар (Т-ш, 1998, 9 /, 12 с.); клип кур (Т-ш, 1998, 6 /, 5 с.); клип пăх (ÇХ, 2001, 49 /, 8 с.); клип презентацийĕ (ÇХ, 2001, 47 /, 5 с.); клипсенче ӳкерĕн (Х-р, 29.04.2003, 3 с.).

команда

1. Ç.п. Суйланас тĕллевлĕ çыннăн е пĕр-пĕр пуçлăхăн таврашĕ, çывăх йышĕ. Премьер команда пухать [Пуçелĕк]. Х-р, 26.01.1994, 1 с. Министр канашлăва пухăннисене хăйĕн çĕнĕ командипе паллаштарчĕ. Х-р, 6.03.1998, 1 с. Н.Федоров команди В.Шурчанов командине пĕр листовкăпа та вараламан. Х-р, 28.03.1998, 7 с. Кăлава... хăйĕн командипех килчĕ, хĕрлĕ хăю касрĕ. К-н, 2002, 16 /, 19 с. 2. Ç.п. Пĕрлехи тĕллевсене пурнăçлама пĕтĕçнĕ ушкăн. Н.Григорьевăн (вăл Шурчановпа пĕр командăра) вара хăйĕн рабочийĕсене тӳлемелли парăм та питĕ пысăк. Х-р, 25.12.1997, 3 с. Федераци центрĕнче регионсемпе ăста ĕçлеме пĕлекен команда çаплипех çук. Х-р, 6.08.1998, 3 с. Çак команда комбинат укçине хăйĕн кĕсйине чикмесен, «Химпромри» вăтам ĕç укçи ... темиçе хут пысăкрах пулмалла. Ч-х, 1999, 27 /, 6 с.

компьютеризаци

ç.с. Компьютерсемпе анлăн усă курма пуçлани; обществăна компьютерсемпе тивĕçтерни. Çак çĕнĕ ăнлавсемпе юнашарах вунă çул каялла никамах та илтмен «компьютеризаци», «информатика» сăмахсем тăраççĕ. ТА, 1989, 9 /, 59 с. Унта [Америкăра], паллах, пĕтĕм çĕнĕ прибор, çӳллĕ шайри технологи, компьютеризаци. ÇХ, 2001, 31 /, 3 с. Компью-теризациялта та малти вырăнта [Пуçелĕк]. Х-р, 27.12. 2001, 2 с. — компьютеризаци шайĕ (Х-р, 28.02.1997, 1 с.).

кондоминиум

ç.с. Хваттерсен хуçисем пĕтĕм çурта пĕрлехи йышпа пăхса (йĕркене кĕртсе) пурăнни тата çавăн йышши çурт. Малашне пĕр-пĕр çуртра пурăнакансем çав çурта, унăн таврашне тытса тăрассишĕн хăйсем яваплă пулаççĕ. Çак «пĕрлехи харпăрлăха» пĕлтерекен ăнлава урăхла ... «кондоминиум» сăмахпа çирĕплетеççĕ... Кондоминиума тытса тăракан хуть мĕнле юлташлăх та хăйĕн çуртне лайăхрах тытма тăрăшĕ. Х-р, 12.02.1997, 1 с. Хоккеист [Павел Буре] Майамири чи чаплă кондоминиумсенчен пĕрин икĕ хутне йышăннă. ÇХ, 2000, 11 /, 5 с.

консервативлăх

п.с. Кивĕ йăла-сăлая хӳтĕлени, çĕнĕлĕхе хирĕçлени. Çак институт ... паян кунчченех хăйĕн наци нигилизмĕпе тата консервативлăхĕпе палăрса тăрать. Б.Чиндыков //А-и, 1991, 5 /. Уйрăмах çемьеллĕ хĕрарăмсен савăнмалла, милици консервативлăхне пула çеç çĕрлехи ресторансем тĕтĕм кăларса ĕçлемеççĕ. ÇХ, 1998, 1 /, 6 с. — ВЧС, 1971, 291 с.

криптограмма

п.с. Шифрласа çырнă пĕчĕк çыру; пытарăнчăк çыру, шахвăрту. Пуç ватмăшсен йышне крипто-граммăсем те кĕреççĕ... Çак криптограммăра туслăх çинчен калакан ваттисен сăмахĕ вуланмалла. Т-ш, 1999, 1 /, 5 с. Криптограммăра салам сăмахĕсем вуланĕç. Т-ш, 1999, 10 /, 12 с.

кролик

1. Ç.п., астрол. Хĕвелтухăç йăлипе çулталăксен ылмашăвне кăтартакан 12 паллăран (чĕрчунтан) тăваттăмăшĕ; Кушак (туп., 1). Сайкка (Кролик ) çулĕ ... 1963, 1975, 1987, 1999. ЯБ, 1990, 1 /, 63 с. Кролик çулĕнче кун çути курнă пĕрремĕш пепкехĕр! ÇХ, 1999, 1 /, 1 с. Кролик çулĕн апогейĕ — раштав уйăхĕнчи суйлав. ÇХ, 1999, 49 /, 2 с. 2. Ç.п., астрол. Çак чĕрчунпа палăртакан çулталăкра (Кролик çулĕнче) çуралнă çын; Кушак (туп., 2). Кролик Автана лăпкăн йышăнма пултараймасть. Х-р, 31.12.1992, 3 с.

курăм

п.с. 1. Çын таврари пурнăç çине мĕнле пăхни, ăна епле хаклани. Яков Ухсай сăнласа пама ăста, унăн хăйĕн курăм. Вăл çын курманнине курма пĕлет. Г.Ефимов //Я-в, 1963, 4 /, 32 с. Хальхи поэтсен Шелепи тапхăрĕпе танлаштарсассăн — урăх курăм, урăх ăнлану. КЯ, 7.02.1982, 4 с. Вĕсен [çамрăксен] хăйсене евĕр курăм, хăйсен сасси. ТА, 1988, 10 /, 1 с. Чăваш шухăшлавĕпе курăмĕ çут çанталăкран çын еннелле ... куçса пыма кăмăллать. В.Родионов //Х-р, 18.11.1998, 3 с. — çĕнĕ курăм (Я-в, 1963, 11 /, 30 с.); философиллĕ курăм (Л.Таллеров, 1978, 10 с.); экзистенциаллă курăм (Х-р, 28.09.2001, 4 с.); — танл., тĕнчекурăм. 2. Куç умне тухакан сăнлăх; куçа курăнни. Чӳрече умĕнчи акацисем çине шевле ӳкнĕ... Ман чунра çак курăм иртнĕ кунсемшĕн хĕрхенӳ çеç çуратрĕ. А.Аттил //ТА, 1988, 10 /, 62 с. Сарри çĕрĕпех ... çурма ыйхăллă та çурма чăнлăхлă курăмсемпе аташса выртрĕ. В.Игнатьев, 1990, 47 с. Епле анлă курăм [тавралăх пирки]! Х-р, 30.04.1997, 7 с. Паян çав курăм харсăр Çăлтăрлăх. А.Т.-Ыхра, 2001, 80 с.

кушак

1. Ç.п., астрол. Хĕвелтухăç йăлипе çулталăксен ылмашăвне кăтартакан 12 паллăран (чĕрчунтан) тăваттăмĕшĕ; Кролик. Тухăçри кун тăрăмра (календарьте) çулсене чĕрчунсен ячĕсемпе палăртаççĕ, Йĕкехӳре, Вăкăр, Тигр, Мулкач (Кушак), Аçтаха... ЧС, 1993, 10 кл., 6 с. 1999 çулКушак çулĕ. Т-ш, 1999, 1 /, 2 с. Гриша, Кушак çулĕнче мĕн кĕтетĕн. ÇХ, 1999, 1 /, 12 с. Кушак çулĕ мĕнпе асра юлчĕ-ха. ÇХ, 1999, 49 /, 3 с. 2. Ç.п., астрол. Çак чĕрчунпа палăртакан çулталăкра (Ку-шак çулĕнче) çуралнă çын; Кролик. Кăçал Кушакăн ... кĕвĕçӳ туйăмĕ çĕнĕрен çуралать. Х-р, 13.02.1991, 8 с. Кушаксем ку çула çемье ăшшипе киленсе пăтăрмахсемсĕр ирттерĕç. ÇХ, 1998, 52 /, 7 с. Хĕр Кушак ыттисене тунсăхлăхĕпе илĕртет. Т-ш, 1999, 1 /, 2 с.

кӳлем

п.с. Капаш, ĕренке, кӳлепе. Чăвашра ... юманăн кӳлемĕ те хăй евĕрлĕ. Х-р, 4.02.1993, 3 с. Çак хурансен [рак хуранĕсен] ĕлккенлĕхĕ, тĕрлĕ тĕслĕхĕ, кӳлемĕ ытла та илĕртӳллĕ-çке! В.Эктел, 1996, 58 с. — ЧВС, 1961, 184 с. (диал.); Ашмарин, VII, 69 с.

лаша

1. Ç.п., астрол. Хĕвелтухăç йăлипе çулталăксен ылмашăвне кăтартакан вуникĕ паллăран (чĕрчунтан) çиччĕмĕшĕ. 1990 çул, Авалхи Китай календарьне пăхсассăн, Лаша çулĕ ятлă. Тепĕр тĕрлĕ каласан, унăн паллиЛаша. ЯБ, 1990, 1 /, 61 с. Лаша çулĕ вăрăсене ăнăçу кӳмест. Х-р, 10.01.2002, 1 с. — Вутлă Лаша çулĕ (ЯБ, 1990, 1 /, 63 с.). 2. Ç.п., астрол. Çак чĕрчунпа палăртакан çулталăкра (Лаша çулĕнче) çуралнă çын. Çак çул Лашана тĕрлĕ çитĕнӳ валли вĕçсĕр-хĕрсĕр анлă майсем туса парать. Т-ш, 13.02.1991, 8 с. Лашасем питĕ вăйлă юратса пăрахĕç. ÇХ, 1998, 52 /, 7 с. 3. П.п., спорт. Гимнастика хусканăвĕсем тумалли тĕревлĕ пăрăс. Нина «лаша» урлă сикессипе иккĕмĕш вырăн йышăнма пултарнă. ÇХ, 1999, 11 /, 12 с. 4. П.п., шӳтл. Ал туйи, патак. Кукамай кайма пуçтарăнчĕ, «Вĕт-шакăр, çавăтса килсемĕр манăн лашана». Н.Ишентей, 1997, 70 с. — кукамайăн эрешлĕ лаши (А-а, 2002, 46 /, 3 с.).

легитимлă

ç.с. Саккунлă, правăпа килĕшӳллĕ. Саккун хăй вето правине легитимлă тума май парать. Х-р, 13.02.1997, 2 с. Каччăн легитимлă тупăш çăл куçĕ çук. ÇХ, 2000, 5 /, 4 с. Эпир ... Чăваш патшалăхĕ пулса юласшăн пулсан, çак ыйтăва [«республика гражданлăхне»] легитимлă татса пама вăй çитермеллех. Х-р, 14.10.2000, 4 с.

лучăрка

п.в. Лӳчĕрке, лутăрка; тĕркеле, лапчăт. Беляев пирус тĕпне атă кĕллипе пусса лучăркарĕ. А.Артемьев, 1970, 83 с. Ывăлне çак самантра лучăркаса хурас килчĕ унăн. В.Алендей, 1986, 260 с. Вĕсене сăлтав пар çеç, ... пире нимĕн юлми таптаса, лучăркаса тăкма хатĕр. М.Юхма, 1990, 403 с. Кайран конфоркăсене типĕ çĕтĕкпе е лучăрканă хаçатпа сăтăрăр. ХС, 1999, 24 /, 4 с. — ЧВС, 1961, 217 с.; Егоров, 1954, 107 с.~~

лӳпперлĕх

ç.с. Сӳрĕклĕх, çаврăнăçусăрлăх, мăранлăх. Шел те, çак «шухăшăн» лӳпперлĕхне ăнланакансем çукпа пĕрех. Э.Илле //Х-р, 2.08.2000, 2 с. Демократие çав тери пысăк сиен кӳчĕ вăл [Б.Ельцин], ... пырне пула, лӳпперлĕхне пула. Л.Таллеров //Х-р, 17.07.2001, 2 с.~~

мешехе

ч.с. Йăла-йĕрке, йăла-сăлай, халăх хавалĕ. Çĕнĕ çул уявĕпе çыхăннă çак мешехесем (йăласем) Чăваш хут-лăхне килсе кĕни нумаях та пулмасть-ха. ХШ, 1993, 5 /, 71 с. Сасă парать пытару мешехи... К.Бельман, 1999, 126 с. Ĕмĕрсен мешехи [Пуçелĕк]. Ар, 2001, 18 /, 1 с. — туй мешехи (Я-в, 1946, 10 /, 27 с.; В.Садай, 1982, 169 с.; ЧС, 1994, 8 кл., 19 с.); кĕлĕ мешехи (М.Скворцов, 1985, 19 с.); мунча мешехи (ЧС, 1993, 10 кл, 147 с.); кĕреке мешехи (ТА, 2000, 2 /, 71 с.); хутшăну мешехи (У-ц, 2001, 38 /, 3 с.).

митталăх

п.с. Чун хавалĕпе тата кăмăл-сипетпе (туп.) Митта Ваçлейĕ пек пулни. Сăпайлăх, чăтăмлăх, çынлăх, чунлăх. Çак сăмахсем пĕр сăмахрамитталăхрашăранса-пĕтĕçсе конкретлăх тупрĕç. Митталăх... Мĕн тери çитмест вăл пире тепĕр чухне! Н.Исмуков, 1990, 94 с. В.Юмартăн пултарулăхĕ митталăха пуянлатрĕ, аталантарчĕ. Унăн сăввисенче Митталла кăмăл тасалăхĕ, сăпайлăхĕ, çирĕплĕхĕ, шухăш тарăнлăхĕ, чĕлхе тирпейлĕхĕ вăйлă сисĕнет. Г.Юмарт //ЧТ, 28.02.1998, 3 с.

нăклаттар

п.п., жарг. Тивер(т), майла, йăкка. Эх, мĕнле хитре çак чикан майри, мĕнле ăна нăклаттарса юлас-ши. Х-р, 6.06.2000, 3 с.

опер

ç.с., калаç. Оперативник. Оперсем çак ĕçпех çыхăннă тепĕр адреспа çула тухма хатĕрленетчĕç. ÇХ, 2000, 11 /, 1 с. Йывăр пулин те, оперсем алă усмаççĕ. ÇХ, 2000, 27 /, 4 с. Икĕ çĕнĕ «тус» хӳрийĕ çине «оперсем» ларнă. Ар, 2002, 42 /, 2 с. — милици уйрăмĕн оперĕ (ÇХ, 1999, 42 /, 8 с.).

пайăрлăх

п.с. 1. Пĕр-пĕр çынна ыттисенчен уйăракан паллăсен пĕрлĕхĕ; сăпат(лăх). Манăн та упранасчĕ, питĕ те упранасчĕ санăн ăшунта, санăн чунунта. Санăн тулăх та пехетлĕ пайăрлăхунта. А.Назул, 1981, 30 с. Сăнарсене калăпланă чух [Б.Чиндыков] ... сайра е пĕртен-пĕрре анчах тĕл пулакан паллăсене шырать. Урăхла каласан, типлăха мар, пайăрлăх мелне кăмăллать автор. Ю.Артемьев, 1991, 72 с. — ВЧС, 1971, 254 с. 2. Уйрăм çын пурлăхĕ; харпăрлăх, супинкке. Çак пуянлăх пире пĕр тӳлевсĕр тивĕçнĕ. Çавăнпах çак пайăрлăха, пуянлăха, ним хака хумастпăр. Д.Гордеев //Х-р, 6.06.2000, 4 с. — Егоров, 1936, 326 с.

парашютçă

п.с. Парашютпа сикекен, парашют спорчĕпе аппаланакан çын. Пулăн харсăр парашютçă, вĕçĕн çич çăлтăрпа тан. П.Хусанкай, 1941, 16 с. Кăвак тӳпере ярăнан парашютçăн выртать çĕр шапи, тяппипе сарăлса. Х-р, 1.08.1996, 4 с. Çак тăрăхра тĕнче рекордсменки тата чемпионки Майя Костина парашютçă çуралса ӳснĕ. А.Т.-Ыхра, 2000, 52 с.

пейĕт

п.с. Балладăлла сюжетлă (синкерлĕ ĕç-пуçа сăнлакан) халăх юрри. Хăш-пĕр чăваш пейĕчĕсем тутар халăхĕн баичĕсене питĕ çывăх. ХЭ, 1996, 21 с. Çак тискерлĕх çинчен пăлхар-чăвашсен пĕр пайăт упранса юлнă. А.Т.-Ыхра, 2000, 92 с. Эс ... пейĕтре хăварнă ху ятна. Я-в, 1997, 7 /, 68 с. — пейĕт хыв (Х-р, 10.01.2002, 3 с.); — танл., Ашмарин, IX, 152 с.

пайăт

п.с. Балладăлла сюжетлă (синкерлĕ ĕç-пуçа сăнлакан) халăх юрри. Хăш-пĕр чăваш пейĕчĕсем тутар халăхĕн баичĕсене питĕ çывăх. ХЭ, 1996, 21 с. Çак тискерлĕх çинчен пăлхар-чăвашсен пĕр пайăт упранса юлнă. А.Т.-Ыхра, 2000, 92 с. Эс ... пейĕтре хăварнă ху ятна. Я-в, 1997, 7 /, 68 с. — пейĕт хыв (Х-р, 10.01.2002, 3 с.); — танл., Ашмарин, IX, 152 с.

перекетсĕрлĕх

п.с. Пурлăха тирпейлĕ тытма пĕлменни, пуçтарусăр пулни. Çак тумхахлă çул çинче ăна [завода] каялла тĕкме хăтланакансем те тупăнаççĕ. ВĕсемХуçасăрлăх тата Перекетсĕрлĕх. К-н, 1984, 7 /, 4 с. Тепĕр хăруш тăшман вăлперекетсĕрлĕхпе тирпейсĕрлĕх. Х-р, 17.07.2001, 2 с. — сăмах перекетсĕрлĕхĕ (Н.Петров // Я-в, 1973, 3 /, 29 с.).

пĕçерт

п.п. Ют пурлăха вăрттăн ил; вăрла, йăкăрт. Каллех çурта укçине пĕçертнĕ ĕнтĕ çак эсрел. К-н, 1967, 7 /, 11 с. [Чанасем] сĕтел çинчи апат-çимĕçе пĕçертсе кайма та вăтанса тăмаççĕ. Хв. Уяр, 1978, 156 с. Кĕнекене пачах урăх арçын ача ... пĕçертсе тухнă-мĕн. В.Петров, 1989, 306 с. Вăрăсем 50 кĕленче эрех, 22 банка консерва ... тата ыттине пĕçертнĕ. ÇХ, 1999, 41 /, 8 с.

пинçуллăх

ç.с. Пин çула пĕрлеште-рекен тапхăр; вунă ĕмĕр. Хăçан та пулин килсе çăвĕ çак çумăр, пăсмасăр пин çуллăх йăли-йĕркине. П.Яккусен, 1993, 17 с. Иртнĕ пин çуллăхсенче чăваш халăхне нумай-нумай хут кăкланă — пурпĕрех пĕтереймен. ÇХ, 1999, 49 /, 1 с. Пинçуллăх кăнчĕ... А.Т.-Ыхра, 2000, 136 с. — çĕнĕ пинçуллăх (Х-р, 10.09.1992, 2 с.; Я-в, 2000, 12 /, 3 с.); пирĕн эрăчченхи пинçуллăх (ЧХ, 11.04.1998, 8 с.); пинçуллăхсем хушши (ÇХ-рĕ, 29.12.1999, 3 с.); иккĕмĕш пинçуллăх (Я-в, 2000, 12 /, 13 с.); виççĕмĕш пинçуллăха кĕр (ЧТ, 1998, 5 /, 2 с.; ХС, 1999, 27—28 /, 2 с.).

пин çуллăх

ç.с. Пин çула пĕрлеште-рекен тапхăр; вунă ĕмĕр. Хăçан та пулин килсе çăвĕ çак çумăр, пăсмасăр пин çуллăх йăли-йĕркине. П.Яккусен, 1993, 17 с. Иртнĕ пин çуллăхсенче чăваш халăхне нумай-нумай хут кăкланă — пурпĕрех пĕтереймен. ÇХ, 1999, 49 /, 1 с. Пинçуллăх кăнчĕ... А.Т.-Ыхра, 2000, 136 с. — çĕнĕ пинçуллăх (Х-р, 10.09.1992, 2 с.; Я-в, 2000, 12 /, 3 с.); пирĕн эрăчченхи пинçуллăх (ЧХ, 11.04.1998, 8 с.); пинçуллăхсем хушши (ÇХ-рĕ, 29.12.1999, 3 с.); иккĕмĕш пинçуллăх (Я-в, 2000, 12 /, 13 с.); виççĕмĕш пинçуллăха кĕр (ЧТ, 1998, 5 /, 2 с.; ХС, 1999, 27—28 /, 2 с.).

политологи

ç.с. Политикăпа общество тытăмĕн хутшăнăвĕсене, политика пулăмĕсене тишкерекен ăслăлăх; по-литика ăслăхĕ. Çак кунсенче Чăваш патшалăх университечĕн ... 4-мĕш курс студенчĕсем «политологи» текен дисциплинăпа зачет тытрĕç. Х-р, 17.06.1992, 1 с. Çапах та пирĕн юмористсем кăштах политологи еннелле сулăнаççĕ. Х-р, 28.04.1994, 3 с. Аспирантурăра политологи енĕпе вĕренетĕп... Политологипе эпĕ яланах интересленнĕ. ÇХ, 2003, 2 /, 4 с. — политологи меслечĕсем (Х-р, 22.09.1992, 3 с.); политологи профессорĕ (Х-р, 28.02.1997, 2 с.).

потенци

п.с. Арçыннăн ар çыхăнăвне кĕмелли хевти; ар пултарулăхĕ (туп.). Потенципĕр-пĕрне юратма пултарни. Я-в, 1991, 1 /, 32 с. Организма çирĕплетме тата потенцие ӳстерме арçынсен кашни кун вĕлтĕрен чейĕ ĕçмелле. С-х, 1998, 7 /, 1 с. Вĕсем çак сĕтре [кăкăр сĕтĕнче] потенцие ӳстерме пулăшакан япаласем пур тесе шутланă. ÇХ, 2000, 39 /, 11 с.

принтер

ç.с. Компьютерти информацие хут çине куçарса паракан хатĕр. [Вăрăсем] служба пӳлĕмĕсен алăкĕсене çĕмĕрсе уçса вĕсенчен компьютер принтерĕ, телефон аппарачĕ ... илсе тухнă. Х-р, 12.11.1999, 2 с. Фонд çак кунсенче ачасем валли компьютер, принтер ... туянма библиотекăна 2060 доллар куçарса панă. Х-р, 3.04.2001, 1 с. — лазер принтерĕ (Х-р, 8.10.2003, 1 с.).

психушка

п.с., калаç. Психиатри больници; психболь-ница (туп.), ухмахсен çурчĕ. Мани, шиз, паранойя, ухмах, тăм пуç! Халех психушкăна! Б.Чиндыков //ТА, 1988, 10 /, 23 с. Хăйне милиционерсем тытса каясса, тĕрмене мар-тăк, каллех «психушкăна» хупса хурасса сиснĕ-ши çак этем. ХС, 1999, 30 /, 2 с.

пулăшуçă

п.с. 1. П.п. Ирĕккĕн пулăшу кӳрекен е служба тивĕçĕпе пулăшса пыракан çын; шакăрча, помощник. Çӳрен ... чăрмантарса. Тупăннă пулăшуçă! Е.Осипова, 1982, 22 с. Геннадий Константиновича министр тивĕçĕсенчен хăтарнă, ЧР Президенчĕн пулăшуçи пулма çирĕплетнĕ. Х-р, 7.10.1998, 1 с. Аннеаттен никампа улăштарайми пулăшуçиччĕ. ÇХ, 2000, 5 /, 9 с. — аслă пулăшуçă (ЧÇ, 1997, 9 /, 3 с.); çывăх пулăшуçă (Х-р, 6.08.1998, 3 с.); обществăлла пулăшуçă (ÇХ, 1999, 10 /, 8 с.); обкомăн пĕрремĕш секретарĕн пулăшуçи (Х-р, 25.09.1996, 2 с.); район прокурорĕн пулăшуçи (ЧÇ, 1997, 9 /, 3 с.); кандидат пулăшуçи (ÇХ, 1997, 41 /, 2 с.); командир пулăшуçи (Х-р, 27.06.1997, 4 с.); депутат пулăшуçи, вице-спикер пулăшуçи (ÇХ, 1999, 10 /, 8 с.); — ВЧС, 1971, 552 с. 2. Ç.п. Çынна пархатар кӳрекен, усă паракан япала. Çак учебник турккă чĕлхине вĕренме кăмăл тăвакансемшĕн тивĕçлĕ пулăшуçă пуласса шанас килет. Х-р, 24.01.1998, 5 с. Ку енĕпе, паллах, выставка чи шанчăклă пулăшуçă. ХС, 1999, 31 /, 1 с. «Сывлăх»сывлăх хуралçи. Пулăшуçă хаçатсăр ан юл, тăванăм, çырăнма васка. С-х, 2000, 16 /, 1 с. Салтак çырăвĕсем пулчĕç çав хайлавăн пулăшуçисем. ТА, 2000, 2 /, 1 с.

пуçелĕк

ç.п. Пĕр-пĕр хайлавăн (произведенин) е унăн пайĕн ячĕ; заголовок. (Çак словарьте усă курнă çĕнĕ пĕлтерĕш).

пушлăх

п.в. Пушăлăх, тĕпсĕрлĕх (туп.); çаралăх, пĕчченлĕх. Эпĕ таçта темĕнле вĕçĕмсĕр пушлăха чăматăп, чăматăп пек. Хв. Агивер, 1984, 112 с. Вăл ... хăйне темĕнле пушлăхри пек туйнă. Ч-х, 1999, 27 /, 7 с. Çак пушлăхра шăна та вăратаймĕ санăн шухăшна. К.Бельман, 1999, 34 с. — пушлăха тултар (Хв. Уяр, 1984, 170 с.; Х-р, 21.04.1993, 3 с.).

ăрăмлă

ч.с. Асамлă, ытаруллă, тĕлĕнмелле. Темĕнле ăрăмлă ункă тухатăвĕнче эпир. Х-р, 24.08.1993, 3 с. Ăрăмлă (магиллĕ) сăмахлăх тĕслĕхĕсем ытларах йăла-йĕрке поэзийĕнче тĕл пулаççĕ. ЧС, 1994, 8 кл., 13 с. Чăвашăн ăрăмлă йăли-йĕркине, юмах-халапне... юратать çак калавçă. Г.Федоров, 1996, 188 с. — ăрăмлă йăла, ăрăмлă сăмахлăх (ЧС, 1993, 10 кл., 25 с., 35 с.).

ăспурлăх

ç.с. Халăхăн пурнăç палă-рăмĕсен тата пултарулăхĕпе çитĕнĕвĕсен пĕрлĕхĕ (тĕнче курăмĕ, чĕлхи, тум-тирĕ, йăли-йĕрки, сăмахлăхĕ т.ыт. те); культура. Чăваш халăхĕн тата мĕнпур Чăваш енĕн ирĕкĕпе чысĕ, ырлăх-сывлăхĕпе ăспурлăхĕ (культури). В.Станьял //Х-р, 19.12.1991, 2 с. Çак тапхăрта тăван чĕлхе, ăспурлăх (культура) пирки калаçни теприне тарăхтарать те пулĕ. А.Смолин //Х-р, 17.03.1992, 5 с. Пирĕн этикетра ун [хурав] валли ăспурлăх çителĕклĕ. Х-р, 3.10.1992, 2 с. Çак музей пирĕн ăспурлăхăн, культурăн уйрăлми пайĕ. Ç-т, 1995, 4—5 /, 31 с. — тăван йăх ăс пурлăхĕ (ЧС, 1993, 10 кл., 3 с.); тăван халăх ăс пурлăхĕ (ЧЛ, 1994, 11 кл., 6 с.).

ăшăлăх

ç.с. Ăшă кăмăл, кăмăллăх, чун ăшши. Юлташ... Çак сăмахра мĕн чухлĕ ăшăлăх, хисеплĕх тата ыркăмăллăх! Х-р, 30. 06.1992, 4 с. Çемçелĕх, ăшăлăх — чăваш юнĕнче, чунĕнче. ÇХ, 1997, 52 /, 4 с. Килти ăшăлăха, ирĕклĕхе туйса савăнтăм. ÇХ, 1998, 1 /, 5 с. Кристина сăнарĕ чуна ăшăлăх, лăпкăлăх парнелерĕ. Т-ш, 1999, 32 /, 4 с.

ĕмĕтсĕрлен

п.с. Выçăх, непĕслен, çăтăх, çăткăнлан, хыпкăнлан. Тăшман вăйлă, тĕнчене хыпса-çăтса яма ĕмĕт-сĕрленсе, ... тахçанах хатĕрленсе тăнă. А.Алга, 1955, 59 с. Ытлашши ĕмĕтсĕр ан пул, ĕмĕтсĕрленмен-тĕкшутласа илнĕ пулăттăн. Юхма М. //К-н, 1961, 17 /, 6 с. «Çук, каллех ĕмĕтсĕрленмелле», — ятлаçса илчĕ Çумкка, те шурă путекшĕн çеç каларĕ çак сăмахсене... Ю.Силэм, 1989, 48 с. Çинĕ чухне ан васкăр, апата лайăх чăмласа вĕтетĕр, ан ĕмĕтсĕрленĕр. ХС, 1999, 24 /, 4 с.

ĕрĕхтерӳ

ç.с. Вĕçнĕ пек чупни, çил пек ыткăнни, çиçтерсе пыни; вирхĕнӳ, ыткăну. Çак тĕлли-паллисĕр ĕрĕхтерӳрен айккинче юлас тесен мĕн тумалла. ... Ăçта тата мĕншĕн чупнине те пĕлместĕн. ÇХ, 1998, 44 /, 8 с.

ĕштелен

п.в. Ăшталан; тăрмаш, хыпалан, тĕркĕш. Кунĕпех çак хура вучах патĕнче ĕштеленетпĕр. К-н, 1972, 5 /, 9 с. Вăл ача чухнех çак ĕçре ĕштеленетчĕ, паян кун та бригадирта ав. Ю.Силэм, 1989, 139 с. Çамрăк çыравçăсене хавхалантарма ĕштеленекенскер ... мана та ют вырăнне хуман вăл [А.Воробьев]. Ю.Айдаш //Т-ш, 1998, 9 /, 8 с. Депутата та пулин суйланасшăнччĕ. Чупрĕ, ĕштеленчĕ. Х-р, 11.08.2000, 1 с. — ĕштеленсе çӳре (К-н, 1979, 4 /, 3 с.; К-н, 1987, 18 /, 7 с.); ĕштеленсе ӳк (Д.Гордеев, 1983, 33 с.; Т-ш, 1992, 34 /, 8 с.).

ĕçтеш

ç.с. 1. Ыттисемпе пĕр йышши ĕç тăвакан çын; коллега, партнçр. Çак ыйтусене митинг хыççăн хама та, ĕçтешсене те, йăхташсене те паратăп. П-н, 1990, 2 /,11 с. Милици генерал-майорĕ Е.Салмин хăйĕн ĕçтешĕсемпе пĕрле ... Я-в, 1995, 10 /, 85 с. Çапла пурăнатчĕ, ĕçлетчĕ журналистикăри ĕçтешĕмĕр. Т-ш, 1999, 32 /, 2 с. Элĕк район судйи Г.Скворцов вара ку енĕпе ытти ĕçтешĕсенчен уйрăларах тăрать. ХС, 1999, 19 /, 2 с. 2. Сотрудник, работник, ĕçчен. Пирĕншĕн, кафедра ĕçтешĕсемшĕн, асран кайми кун. Х-р, 2.10.1998, 22 с. «Мечта» парикмахерски ĕçтешĕсем таçти пĕлĕтри шухăшсене путнă пулас. ÇХ, 17.04.1998, 4с. —ăслăлăх ĕçтешĕ (А.Т.-Ыхра, 2000, 7 с.); гуманитари институчĕн ĕçтешĕсем (АМХ, 2001, 7—8 /, 8 с.).

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

акартси

(диал., Элшел; хальхилле акаци) кил таврашĕнче лартса ӳстерекен сап-сарă чечеке ларакан йытă пăрçи пек пăрçи пулакан ешĕл йывăç. Хăшĕ-хăшĕ халĕ çак яхăнсенче кăна пӳрт умĕсене, пӳрт çумĕсене, карташ-хуралтă хыçĕсене сап-сарă чечеке ларакан, унтан йытă пăрçи пек пăрçи пулакан ешĕл йывăçсем (элшелсем хăйсем акартси теççĕ) ларта-ларта яркалаççĕ [Тимофеев 2002:56].

берейтор

юлан утпа çӳреме вĕрентекен. Унтан пире пăхса çӳрекен берейтора (юлан утпа çӳреме вĕрентекене) чĕнсе илсе каларĕ: ак çак ачасене лашасем парăр, вĕсем те юлан утпа çӳреме вĕренесшĕн терĕ [Третья 1911:26].

вар

гл. пытар. Çак çӳп-çапсене, хурт виллисене çĕр айне варас (пытарас) пулать … [Сергеев 1907:10].

ереç

йăнăш вĕрентни. Çак Арийĕн йăнăш вĕрентнине (ереçне) пĕтĕм тĕнчери епископсем (архиерейсем) Христос çуралсан 325-ш çулта Никея хулине пухăнса сут айне тунă (тĕрĕс мар вĕрентни тесе айăпланă) та епле тĕрĕс ĕненмеллин паллине (тĕнĕн символне) кĕскен çырса хунă <…> [Избранные (январь) 1904:7].

закон

йăла; Иисус Христосăн пĕлĕт çинчи аслă сăмахĕ. Çакăнтан пурăр та ĕçĕр, çакă Манăн сирĕншĕн те ытти нумай çынсемшĕн те çылăхĕсене каçарасшăн юхтарнă çĕнĕ закон (йăла) юнăм [Церковные 1883:78]; Иисус Христос вĕсене пурне те лайăх ăнлантарасшăн вĕсене юмахпа кала-кала вĕрентнĕ, çĕр çинчи пĕр-пĕр пĕлмен япала çинчен юмах каласа Вăл хăйĕн пĕлĕт çинчи аслă сăмахне (законне) пур çынна та лайăх ăнламалла тунă [О боге 1891:76]; Еврейсем çак Турă каланă вунă тĕрлĕ пурăнăç йĕркине (закона) итлесе пĕтерсен хăраса Моисее каланă: Турăпа калаçма эсĕ ту çине ху кай; Вăл сана мĕн калĕ, эпир çавна пурне те тума тăрăшăпăр тенĕ [Наставление 1896:45]; Патшалăх Пухăвĕ законсем (йĕркесем) кăлармалла пултăр <…> [Хыпар 1906, № 2:18].

Иверия

(хальхилле Ивери) Грузи. Çак кунах (февралĕн 12-мĕшĕнче. – Э.Ф.) тата Турă Амăшин Иверияри (Грузияри) таса сăнне хисеплесе уяççĕ [Избранные (февраль) 1904:32].

инквизитор

1. авал хĕвел анăç енчи патшалăхсенче пулнă Христос тĕнне хăйсем пек мар вĕрентекен çынсене пит хытă асаплантарнă çын. 2. çынна тĕрĕс мар пек шухăшĕшĕн асаплантаракан çын. Инквизитор авал хĕвел анĕç енчи патшалăхсенче пулнă. Вĕсем Христос тĕнне хăйсем пек мар вĕрентекен çынсене пит хытă асаплантарнă. Аслă инквизитор тесе çак асапа кăларакан çынна каланă. Халĕ инквизитор тесе çынна тĕрĕс мар пек шухăшĕшĕн асаплантаракан çынсене калаççĕ [Хыпар 1907, № 9:66].

инкек

хĕн. «Дом трудолюбия» туса çитереспе пит йăвăр инкек (хĕн) пулнă. Сĕм тĕттĕм çĕр варринче çумри çуртра вут тухнă та сасартăках темиçе çурта хыпса илнĕ. Çук çынсем валли лартнă çурт ытти çуртсемпе пĕрле пĕтĕмпех çунса пĕтнĕ. Çак йăвăр инкек (хăш-хăш çĕрте вут тухнине шар теççĕ) çӳлтен сăнмалăх пулчĕ пулĕ тесе Иоанн атте никама та хуйхăрма хушман [Отец 1904:25].

кайăкçă

сунарçă. Тепĕр çул çак мулкача кайăкçă (сунарçă) тытать тет [Букварь 1900:36].

каччă

çураçакан арçын. Çак çураçакан арçынни те (каччи) хăйсенĕн ĕлĕкхи Пĕркил ялĕнче иккĕмĕш пуян çын пулса пурăннă … [Юркин 1984:206].

лепта

пус, вак укçа. Çавăн чухне пĕр мĕскĕн тăлăх арăм пынă та укçа яракан арчана икĕ лепта (икĕ пус) янă [О боге 1891:88]; Пĕр мĕскĕн тăлăх арăм та çавăнта икĕ лепта (икĕ вак укçа) хунине курсан Вăл каланă: чăн калатăп сире: çак мĕскĕн тăлăх арăм пуринчен те ытла хучĕ [Новый 1911:169].

майлă

латлă. Çак япала хĕрне тăтăшах телĕкре темĕн-темĕн тĕрлĕ курăннă; <…> ашшĕ майлă (латлă) япала мар ку тесе юмăçсем каланипе çав япалана хире (уя) кăларса пăрахнă [Житие 1879:42].

мина

кĕрепенке кĕмĕл. Вăл хăйĕн вунă чурине чĕнсе илсе вĕсене вунă мина (вунă кĕрепенке кĕмĕл) парса каланă: эпĕ тавăрăниччен çак минăсемпе тупăш тăвăр тенĕ [Лука 19:13].

михĕ

мишук; хутаç. <…> çĕр çаврака, пĕлĕт ăна хăмпă пек е мишук (михĕ) пек йĕри-тавра карса тăрать пулĕ <…> [Беседы 1906:18]; … вăл çӳçсем тăрăхла михĕ (мишук) майлă [Золотарев 1908:14]; Çак пысăк пирус пекскерĕн ăшĕнче 17 пӳлĕм пулнă, пӳлĕмсерен пĕрер пысăках мар михĕпе (хутаçпа) сывлăш пулнă [Çулталăк 1910:16].

патрон

пăшал пуллин кĕпçи. Французсен пĕр вĕреннĕ çынни Ланглуа ятлă çар пуçлăхĕ çак вăрçăра мĕн чухлĕ снаряд (тупă йĕтĕри), мĕн чухлĕ патрон (пăшал пуллин кĕпçи) пĕтнине хисеп тунă [О войне 1915:8].

пăс

я.я. сывлăшри шыв. Хурт купинче ăшши çак 12° ытларах пулсан пичетлемен пыл сывлăшри шыва (пăса) илес çук <…> [Хабачев 1910:30–31]; Сывлăшăн тăваттăмĕш пайĕ пăс, вĕçсе çӳрекен шыв [Третья 1911:103].

поэт

сăвăç. <…> çак ĕçе пĕлес тесен, хамăр чуна усă кӳрес тесен пирĕн сăвăçсемпе (поэтсемпе) те, халăхсем епле пурăнса ирттернине пĕлекенсемпе те, пур çынпа та калаçса унтан вĕренмелле… Çавăнпа тĕрлĕ вĕрентӳ хушшинче пĕр пекрех япаласем пулсан вĕсене вĕренни усăллă [Избранные (январь) 1904:5].

референдум

. Законсене улăштарас е çĕнĕрен кăларас пулсан правительство хăш чухне халăх хушшине хутсем салатать. Çав хутсем çине кашни çын çырса ярас пулать: е улăштарас, е улăштарас мар тесе. Улăштарас теекенсем нумайтарах пулсан закона улăштараççĕ; сахал пулсан улăштармаççĕ. Çак йĕркене референдум теççĕ [Хыпар 1906, № 41:638].

сивĕ

тăм ӳкни. Çак çуркуннехи юлашки сивĕсем (тăм ӳкнĕ) пирки пахча çимçисĕр тăрса юлас мар тесен пахча хуçисем халĕ хĕлле те телейпе Турра шанса ахаль ларас пулмасть [Хыпар 1907, № 4:28].

скарлатина

пыр чирĕ, пыр шыçса пӳрленсе тулса ларни. <…> cкарлатина чирĕ пырта пулать: пыр шыçса пӳрленсе тулса ларать; чирлĕ çын вĕриленсе выртать [Отец 1904:43]; Скарлатина (пыр чирĕ), хĕрлĕхен, дифтерит тиекен чир, юнлă вар витти, холера, Сибирь чирĕ – çак чирсем пурте куçа курăнман чунлă япаласенчен, йывăç-курăксенчен лексе сарăлаççĕ [Сборник 1903:145].

смета

укçа хисепĕ, бюджет. Хысна укçине пăхса тăракан министр (министр финансов) çулленех çĕнĕ çул умĕн çитес çулшăн хыснана укçа ăçтан кĕмелли çинчен, вăл укçана ăçта ямалли çинчен хисеп çырать; вăл хисепе вырăсла смета (бюджет) теççĕ. Халĕ çак укçа хисепне (сметăна) ĕнтĕ министр малтан Патшалăх Пухуне памалла [Высочайшие 1906:14].

снаряд

тупă йĕтри. Французсен пĕр вĕреннĕ çынни Ланглуа ятлă çар пуçлăхĕ çак вăрçăра мĕн чухлĕ снаряд (тупă йĕтĕри), мĕн чухлĕ патрон (пăшал пуллин кĕпçи) пĕтнине хисеп тунă [О войне 1915:8].

столица

аслă хула. Çак халăх суйланă çынсем патшалăхра аслă хулана (столицăна) кайса халăх суйланă çынсен пухăвĕ тăваççĕ [Хальхи 1906:20].

тар чирĕ

вĕри чир. Тар чирĕ (вĕри чир), чечек, скарлатина (пыр чирĕ <…> – çак чирсем пурте куçа курăнман чунлă япаласенчен, йывăç курăксенчен лексе сарăлаççĕ [Сборник 1903:145]; Хресченсем хушшинче пуринчен ытла тар чирĕ (вĕри чир), хăр суран, тĕрлĕрен юхан-шăтан чирĕсем [О земстве 1906:19].

тĕн символĕ

тĕрĕс ĕненмеллин палли. Çак Арийĕн йăнăш вĕретнине (ереçне) пĕтĕм тĕнчери епископсем (архиерейсем) Христос çуралсан 325-ш çулта Никея хулине пухăнса сут айне тунă (тĕрĕс мар вĕрентни тесе айăпланă) та епле тĕрĕс ĕненмеллин паллине (тĕнĕн символне) кĕскен çырса хунă <…> [Избранные (январь) 1904:7].

трапеза

чиркӳри апат пӳлĕмĕ. Малтанах эпĕ çак чиркĕвĕн апат пӳлĕмĕнче (трапезара) пурăнаттăм [Пустынница 1897:34].

тӳс

чăт. Анчах халăх королĕн татăлса юлнă çак ирĕклĕхне те Аран-аран тӳссе (чăтса) тăнă [История 1917:7].

хырăç

(хальхилле хырçă) куланай. Куланай çак йĕркепе пухассине вырăсла подоходный налог теççĕ, чăвашла вăл тухăçа кура хырăç (куланай) тени пулать [Çулталăк 1906:31].

шар

вут тухни. Сĕм тĕттĕм çĕр варринче çумри çуртра вут тухнă та сасартăках темиçе çурта хыпса илнĕ. Çук çынсем валли лартнă çурт ытти çуртсемпе пĕрле пĕтĕмпех çунса пĕтнĕ. Çак йăвăр инкек (хăш-хăш çĕрте вут тухнине шар теççĕ) çӳлтен сăнмалăх пулчĕ пулĕ тесе Иоанн атте никама та хуйхăрма хушман [Отец 1904:25].

См. также:

çавтăн çавтер çайă çайĕ « çак » çак майлă çак тĕлте çак таран çак тарана çак таранччин

çак
Свойства слова не указаны
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150